
Çемен Элкер — … Тĕплĕнрех→
Тыткăнри лакăрта
Хуйхăллă кун иртет,
Тĕттĕм пулса çитет:
Тинех килет вăхăт –
Ирĕклĕнех канма..
Ларсах шухăшлама.
Ир тăрса каçченех
Ĕçлеттерчĕç текех.
Каçпа ĕнтрĕк хыпсан,
Кÿртрĕç парака*,
Лартăм шухăша.
Шухăшларăм, ыртăм,
Ыйăх айне пултăм.
Вилнĕ пек ыйхăра
Киле çитсе тăрап,
Тăвансене курап…
Ыйăхи те сахал –
Параймасть вал вăй-хал!
Сисейместĕн те кĕç –
Тĕттĕм шĕвелет…
Тул çуталса килет.
Тутлă ăйха татма,
Тĕлĕксене манма
Хурал тăран салтак;
Тăрăр!.. Ну!.. тет хыттăн;
Тăран вара шăппăн.
1917
- барака.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Алексей Милли: Кушлавăш мăнастирĕ çинчен
- Василий Сбоев: Çĕр Ĕç Ăстисем
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ