Хури ][ Петĕр Хусанкай



Хусанкай Петр Петрович – по­эт, куçаруçă, общество деятелĕ, СССР писателĕсен союзĕн членĕ (1934). “Сунтал” журналта (1925–26) тата “Коммунар” хаçатра (1931–34) ĕçленĕ. Хусанкая 1938-мĕш çулт национализмшăн айăпласа арестленĕ, 1939-мĕш çулта суд йышăнăвĕпеле ирĕке кăларнă. [Чув. энц.]
Илемлех, такăрах мар поэмă пулин те, ку сăвăра Хусанкайăн ытти (уйрăмах Тилли Юррисем) сăвăсенче палăракан тĕн шухăшĕсем тата пĕтĕмĕшле хăйне евĕр философийĕн кукрисем палăраççĕ. Ку сăвăра поэт пăлхава мухтать, хăйне çĕнĕ тĕн тăвассине хутшăнтарать: “Çăтмах – çĕнĕ тĕн çĕнсен”.

Автор Христосăн Евангелийĕне пĕлни сисĕнет, анчах вăл çав пĕлĕве халап евĕр курать пулмалла. Вара Христос тĕнĕн символĕсенчен тăрăхласа вулакан куç умне çĕнĕ тĕнĕн çурма-халапне тăратать.
Унăн тĕп сăнарĕ – Тимухха Хури пăлхавçă (Николаев (Хури) Тимофей Николаевич, эсер, 1878-1918). Хĕрессĕр çынсене пухса “Хĕçе эс ĕнен, Хĕçе!” чĕнет автор. Ĕлĕкхи сăнсене чăн пулин те мăшкăлласа таптанине мухтать: “Чăн-чăн Микулай – Сăнне – Вăл тунă кĕле – Тĕпне”. Христос приччасне символизмла курнипеле çĕнĕ тĕн юррине юрламашкăн çак йĕркепе усă курать: “Çак тутлă эрех — Ман юн, – Эп пурпĕрех — – Мĕльюн…”.
Пăлхавсем, хĕçсем хыççăнхи çĕнĕ тĕне автор авалхи чăваш учукĕсемпе çыхăнтарасшăн çунать. Поэмăн малтанхи пайĕнче “Çил çеç такама – Хăш чух – Чÿклет тем амак – Учук” тет поэт. Ăна илĕртекен йăласем, кĕлленисем манăçнă. Поэмă вĕçнелле автор хăйне килĕшекен çĕнĕ ĕмĕр, çĕнĕ тĕн ÿкерет: “Каллех вăранать – Сăрнай. – Каллех шеремет – Тухья – Тухса илемлет – Туя”.
VulaCV ку хайлава ăс-хакăлĕ çирĕпленмен, тĕн енчен хавшак кирек кама та – уйрăмах ачасене, яш-кĕрĕме – вуламалăх сĕнмест. Хусанкайăн пĕтĕмĕшле философине уçса памашкăн вара ку текст усăллă.


Тупмалли

I II III IV V VI VII VIII IX X

Хури

Петĕр Хусанкай

Чăваш студенчĕсене

I

Sijen3

• Пăлхава мухтани

• Тĕне хурлани

• Суя тĕне чĕнни

Пĕлместĕн-и эс,
Чăваш:
Мĕншĕн çак кĕтес
Йăваш?
Мĕншĕн çакăнта
Мĕнпур
Этем тÿсейми
Хĕн-хур?
Ĕçлетĕр вĕт пит
Маттур.
Ĕçлетĕр ĕмĕр-
Ĕмĕр,
Çапах саплăк çеç
Йĕмĕр,
Çапах çăпата
Ура,
Пурнан пÿртĕрсем
Хура.
Е ку хăвăра Кура?
Чăваш ĕнсине
Хыçать,
Пăхать мал енне,
Хыçа.
Ытти те çаплах
Хресчен,
Такамшăн вăл та
Ĕçчен.
Мĕскер тăвăн-ха
Пĕччен?
Йĕрет, хурланать
Кĕсле,
Шырать урăхла
Меслет.
Анчах ун сасси
Çинçе,
Ялтан тухасси
Инçе,
Ларах кăмаку
Çинче.
Кавлет хĕвеле
Вăпăр,
Чÿке хатĕрле
Вăкăр.
Куçа тĕтĕрет
Кăмйа.
Сăра ĕçтерет
Чăмпа,
Кичем тĕк — вĕрет
Хăмпа.

II

Тупмалли

I II III IV V VI
VII VIII IX X

Çулсем шăвăнаç
Пĕр май,
Лăпланчĕ шăпăр,
Сăрнай.
Шăппăн тĕлĕрен
Яла
Кĕрет тĕрлĕрен
Йăла.
Çуралчĕ кĕрен
Ялав.
Манман пуль-ха эс
Ăна —
Пĕр çирĕм ик çул
Кăна,
Эпир çуралман чухне,
Раççей ĕç çыннин
Юнне
Тăктарнă вĕт пит
Йÿне.
Чăваш çĕршывне
Ун чух
Хускатнă çĕнĕ
Учук.

ecab01d0f879
Тимухха Хури

Хастар Тимухха —
Хури
Ялти халăха
Юри
Вĕрентнĕ пăлхав
Юрри.
Ăна эс пĕлен
Аван,
Вăл ирĕкпелен
Тăван.
Ăна астăвать
Чĕмпĕр…
Кайран
Чĕлпĕр.
Вара ĕмĕрлĕх —
Çĕпĕр.
Мухтавлă вăрман
Тайга,
Анчах эс кунтан
Кай-ха,
Çуратнă Кăршка…
Çынсем…
Ăçтан кăмăлпа
Тÿсен,
Ăçтан чăттăр-ха
Студент.

III

Тупмалли

I II III IV V VI
VII VIII IX X

Çĕпĕр! Юмахри
Çĕршыв.
Паха ун мăйрин
Шăрши.
Анчах аллунта
Çăра,
Хуралçă утать
Хыçра —
Мăйăр та таттармасть,
Чарать.
Пăшаллă салтак
Хăнчăр,
Анчах урунта
Сăнчăр.
Сăнчăр чĕркуççи
Таран,
Утатăн аран-
Аран,
Ăçтан унпала
Таран?
Сăнарĕ иккен
Салтак,
Часах пилĕкне
Салтать.
Чăмăр саламат
Чĕнтен,
Выртах, ан ахлат
Хĕртсен:
Çапла касамат
Тĕнчен…
Лере инçетре
Кăршка,
Урам варринче
Çăка.
Çанталăк каллех
Уяр,
Çăка йăлăнать:
Каçар…
Ĕçсем курăнать
Начар.
Чăваш калаçать
Хуллен,
Кĕтеççĕ хыпар
Куллен.
Хыпар илтĕнмест
Ниçтан,
Хăрушă сăмах
«Ристан»
Усал хурахпа
Пĕр тан.

IV

Тупмалли

I II III IV V VI
VII VIII IX X

Кун-çул — ĕмĕре
Çеçке,
Ĕмĕр тĕрмере
Кĕске.
Кам курнă — пĕлет-тĕр,
Тен:
Хĕвел лекеймен
Çĕрте
Черченкĕ ÿсет
Серте.
Хури, сăрăлан
Чечек,
Сасартăк юлать
Хĕç пек.
Тискер тупăклах
Ăна
Хĕсет тăваткал
Стена,
Тем те пĕр кĕрет
Тăна.
Чĕмпĕр… Шупашкар…
Хусан…
«Хресчен пĕр кавар
Пулсан,
Тен лармăттăм эп
Кунта,
Анчах хĕрхенеп
Чунтан
Çав сÿннĕ хĕлхем-
Вута! »
Пĕрре кăментант
Кĕрсе
Каларĕ халтан
Хĕрсе:
«Сире паян кун
Хавас —
Тухатăр кунтан
Ак час.
Вăрçа! Раççее
Çăлас».
Унччен те пулмин
Пĕр çын
Сапать тĕрмене
Краççын…
Урам янратать
Хыпар,
Мĕнпур арестант
Чăл-пар…
Суман, кăментант!
Ан тар!

V

Тупмалли

I II III IV V VI
VII VIII IX X

Хĕлле. Шартлама
Февраль.
Ăна астуман
Эп халь.
Тухманччĕ ун чух
Килтен,
Анчах вунă çул
Иртсен
Юрлатпăр Хури
Çинчен.
Хури — мĕльюнтан
Пĕри,
Чăвашшăн тăван
Хури!
Çĕмĕр сăнчăрна.
Çĕмĕр!
Пуçланчĕ çĕнĕ
Ĕмĕр.
Хури, эс мĕншĕн
Чĕмсĕр?
Вуникĕ асаплă
Çул
Ăна пăхăнтарнă
Чул.
Илтет вăл «тапран»,
«Салат».
Анчах хăй аран
Калать:
— Ăçтаччĕ-ши ман
Халат?…
Пĕри ак ĕнтет
Ташша,
Ури айĕнче
Патша.
Чăн-чăн Микулай
Сăнне
Вăл тунă кĕле
Тĕпне,
Çурать те каллех
Хĕнет.
Хури тĕлĕнсе
Пăхать:
Ăçтан ку пекех
Хăват?
Мĕне пĕлтерет
Карттин?
Патша кирлĕ мар
Эппин?
Тинех революци,
Тин.

VI

Тупмалли

I II III IV V VI
VII VIII IX X

Салатрĕ тара
Пăшал,
Улать тайгара
Шакал.
Хăйра çĕççĕне,
Хăйра!
Раççей — сĕтĕрĕнен
Майра —
Ан пултăр текех
Кайра.
Анчах ĕç çыннин
Аюх,
Нимĕн те çĕнни
Халь çук.
Çапать вăл мĕскĕн
Пĕççе:
Керенски çÿрет
Вĕçсе,
Çĕленĕ питне
Кĕççе.
Керенски… çапла,
Çапла…
Вăл тухнă иккен
Чапла.
Хÿришĕн ку паллă
Ят,
Хури шухăша
Каять:
Керенски… çапла…
Ваккат.
Пайтах… Асилсен —
Тĕлĕк:
Вуникĕ çулсем
Ĕлĕк,
Персе вĕлерес
Чухне,
Хăюллă студент
Хутне
Вăл кÿртнĕ Хусан
Сутне.
Тен, халь те пĕр пек
Ĕмĕт…
Анчах хĕп-хĕрлех
Пĕлĕт.
Ÿсет урăхла
Вăй-хал,
Пуçтарчĕ тара
Пăшал,
Шăпах тайгара
Шакал.

VII

Тупмалли

I II III IV V VI
VII VIII IX X

Хури таврăнать
Киле.
Кăршка, çынннуна
Пилле!
Ан ютшăн унран,
Ан чак,
Куран — вăл суран
Анчах.
Хавшаннă, куран,
Тăнчах.
Вуникĕ асаплă
Çул —
Ăна пăхăнтарнă
Чул.
Ĕлĕк вăйпитти
Йĕкĕт —
Паян вăл — хăрăк
Шĕшкĕ;
Шĕшкĕ шĕкĕлчет
Шĕкĕ.
Кил-йыш палламасть
Кам ку?
Мĕскершĕн-ха, ма
Салху?
Кăкăр таранах
Сухал,
Кĕтĕслĕ янах
Ун халь,
Ниçтан паллама
Çук хал.
— Тимуш… Тимухха?
Çавах…
Чухлаççĕ пуль-ха
Çапах
Ыйтаççĕ: ăçтан,
Мĕнтĕн
Мехелĕ килĕт
Тĕнчен?
Илет-ши çĕре
Хресчен?
Хури шухăшлать:
— Аха…
Керенски — мăкла
Така.
Вăл çакĕ паха
Ука,
Кунта макăрать
Суха.
Эппин, пуçланман
Пуль-ха…

VIII

Тупмалли

I II III IV V VI
VII VIII IX X

Хире кичемлет
Хăмăл,
Салху-çке темле
Кăмăл.
Шаланкă йĕрет
Çинçен,
Эс çав кĕвĕре
Çисен
Такам ĕмĕрĕ
Çинчен.
Ку кам-ши васкать
Çулпа,
Мĕнле мăн каска,
Юпа?
Ку кам пăрăнать
Унтан?
— Тăхта! Чар ăна,
Шуйттан!
Ăçта çăвана
Чупан?
Курмастăн-им эс,
Улпут, —
Ванать, тÿсеймест
Чул çурт.
Илтместĕн-им çак
Сасса:
— Пĕтех, юн ĕçен
Сăпса,
Кăлар ман юна
Хăсса!.
Октябрь! Çунать
Çĕршыв.
Мĕншĕн эп çунат-
сăр-ши?
Октябрь! Часрах
Вăран,
Этем тивĕçне
Тăман
Асаплă чăваш —
Тăван!
Илтсемччĕ, мĕскĕн,
Илтсем:
Çăтмах — çĕнĕ тĕн
Çĕнсен!
Пăхсамччĕ вĕçрен
Вĕçе —
Хĕрессĕр этем
Миçе?
Хĕçе эс ĕнен,
Хĕçе!

IX

Тупмалли

I II III IV V VI
VII VIII IX X

Ан чарăн, йĕтре,
Юрла.
Кăвак пĕлĕтре
Çурла.
Ан çывăр, çĕнĕ
Хурал,
Октябрь чĕнет —
Хускал,
Тĕлле тĕнчене.
Путвал!
Кĕр-рĕс ишĕлет
Пашне.
Тустар, ан шелле
Ăшне.
Çак ылтăн калпак —
Пире,
Вăл пирĕн халпа
Хитре,
Шыратăр унтан
Йĕтре!
Çак тутлă эрех —
Ман юн,
Эп пурпĕрех —
Мĕльюн…
Чипер çарамас
Хĕртен
Çаратар алмас,
Мерчен.
Вăл пирĕн хавас,
Пиртен!
Мĕльюнлă сасса
Пĕр сас
Ăçтан каласа
Парас?
Анчах мĕльюнтан
Пĕри —
Чăвашшăн тăван
Хури —
Пулса-мĕн наган
Хурри.
Çак пысăк хуйха
Пĕлме
Сĕмленчĕ çăка,
Йĕлме.
Калан, никамах та
Çук,
Çил çеç такама
Хăш чух
Чÿклет тем амак
Учук.

X

Тупмалли

I II III IV V VI
VII VIII IX X

Çулсем шăвăнаç
Пĕр май,
Каллех вăранать
Сăрнай.
Каллех шеремет
Тухья
Тухса илемлет
Туя.
Сÿнмест-мĕн ĕмĕт,
Туян.
Кун-çул ĕмĕре
Çеçке,
Ĕмĕр тĕрмере
Кĕске.
Анчах асăрха,
Сăна
Экран çийĕнчи
Çынна
Палларĕ мĕнпур
Хăна.
Çăтаймĕ эппин
Çăва,
Куран — миçе пин
Чăваш
Унпа пĕр кавар
Çак кун:
— Паян Шупашкар
Ман чун,
Юлташ, алă пар,
Ыр сун…
Çитмен ĕмĕтсем
Çитсен,
Аваллăх тĕксĕм
Иккен.
Анчах вăл асапсăр
Мар,
Кĕлленĕ пайтах
Кăвар.
Ăна та пуçа
Таяр.
Çухалнă ята
Тупсан,
Чуну хĕпĕртет пуль
Сан.
Анчах ятсăрри
Миçен,
Çĕклентĕр тăпри
Вĕсен!
Çак юрă Хури
Çинчен…
1927

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s