Пĕрле ирттернĕ кунсем ][ Александр Жиркевич


 

Александр Владимирович Жиркевич (1857—1927)—генерал-майор, вырăс поэчĕ, çыравçă.  Паянхи Латвине кĕрекен Лудза хулинче çуралнă. Л. Н. Толстойпа, И. Е. Репинпа, И. Я. Яковлевпа туслă çыхăну тытнă . А. В. Жиркевич 1915 çулта Чĕмпĕре куçса пынă, ăна унта çар лазаречĕсен инспекторне лартнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче çавнашкал лазаретсенчен пĕри Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пулнă. Çавна май инспектор-юрист чăваш шкулĕн пуçлăхĕ И. Я. Яковлев патне час-часах пырса çÿренĕ, туслашсах кайнă. Аслă çутлăхçăпа калаçмассерен А. Жиркевич хăй дневникне çырса пынă. Çав дневник халĕ Мускавра Л. Н. Толстой музейĕнче упранать, дневник сыпăкĕсем чăваш журналĕсенче пичетленнĕ. [Иванова тата Никитин – 1993, wiki]


Пĕрле ирттернĕ кунсем

(А. В. Жиркевич дневникĕ тăрăх)

267px-zhirkiewicz1894
Александр Жиркевич. И.Е. Репин ÿкерчĕкĕ.

1916 çул. Августăн 26-мĔшĕ. Эпĕ ыйтнине пурнăçласа И. Я. Яковлев Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн кун-çулĕпе паллаштаракан брошюрăсем ярса пачĕ. Чуна хумхантараканни, интересли пайтах кунта. Яковлева çакнашкал паттăрла ĕçсем тума хавхалантарнă Ильминский профессор пултарулăхĕпе пуçласа паллашрăм темелле.

Августăн 28-мĕшĕ. Хаклă брошюрăсем ярса панăшăн тав тăвас шутпа И. Я. Яковлев патне кĕтĕм. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пирки çав тери савăнса, хăпартланса, хĕрсе кайса калаçать вăл.

Çут ĕç министрĕ патĕнче пулса иртнĕ кулăшла калаçăва аса илчĕ. «Пĕтĕм Чĕмпĕр кĕпĕрнине чăваш халăхне парас теместĕр пулĕ те эсир?»—шÿтлесе ыйтнă министр. Яковлев çухалса кайман, чăвашсем пурăнакан уессене чăнах та туртса илнĕ пулăттăм çав тесе хуравланă .

Çитмĕле çывхарать пулин те çирĕп вăй-халлă, патвар старик вăл. Хушаматсемпе ятсене, çулсемпе цифрăсене питĕ лайăх ас тăвать. Вăл калаçнине итлеме питĕ кăмăллă, чун-чĕрене уçсах ярать, çĕннине те нумай пĕлетĕн.

«Эсĕ çырнин-тăрăшнин усси пулчĕ,— тет И. Яковлев.— Госпитале малалла юсама тытăнаççĕ, çырма-çатра урлă хывнă кĕпере те çĕнетме шантараççĕ».

Яковлев çурчĕ пур килен-каяншăн та яланах уçă, алăксене те питĕрмеççĕ, хăйсем тарават. Эпир ларакан пÿлĕме те акă чăвашсем вĕçĕмех кĕрсе тухаççĕ. Яковлев вĕсемпе «эсĕ» тесе калаçать. Тĕлĕнмелле кăмăллă, уçă чунлă çын! Картишĕнче — хресчен ураписем, лашасем. Кĕçех вĕренÿ çулĕ пуçланмалла: шкул ачисем килме пуçланă иккен, унта та кунта вĕсен ăпăр-тапăрĕ йăваланса выртать. Чăваш шкулĕ ытти шкулсем пек маррине тÿрех туйса илетĕн. Вĕренекенсен сăн-сăпачĕ, тумтирĕ те хăйне евĕр. Чăваш ачисене çутта кăларакан действительнăй статский советникпа, инснекторпа, аслă пĕлÿллĕ, яче-чапĕ Чĕмпĕртен те аякка саланнă çак çынпа тата та çывăхрах паллашас кăмăл çуралать вара.

Пирĕн калаçăвăн, сăмах-юмахăн вĕçĕ-хĕрри те çук тейĕн. Иван Яковлевич, Улăп евĕр патвар старик, чăваш халăхĕшĕн калама çук пысăк ĕç туни çинчен савăнса шухăшлатăп.

1917 çул. Сентябрĕн 20-мĕшĕ. Яковлев патĕнче пултăм. Кунта шăпах Кокель художник пиччĕшне тĕл пултăм. Алексей Афанасьевич Кокель çинчен нумай каласа кăтартрĕ вăл Иван Яковлевичпа иксĕмĕре. Çамрăк чухне Яковлев шкулĕнче вĕренсе ăс пухнă иккен паллă художник, каярах Харьковри художество институчĕн профессорне çитнĕ. Каллех хĕпĕртесе шухăшлатăп: мĕнешкел пултаруллă чăваш çамрăкĕсене вĕрентсе пурнăçăн аслă çулне кăларнă Иван Яковлевич!

Октябрĕн 6-мĕшĕ. Иван Яковлевича Мускавра пурăнакан ывăлĕ Николай курма таврăннă. Некрасов сăвви тăрăх юрă кĕвĕленĕ вăл, мана юрласа кăтартрĕ. Аптрамасть пек, аван. Каярах çак юрра пĕтĕм шкул юрлама пуçларĕ.

Октябрĕн 15-мĕШĕ. Паян Иван Яковлевич хăй ман патăма пырса çаврăнчĕ. Вăл та манашкалах Чĕмпĕр представителĕ пулса Учредительнăй пуху ĕçне хутшăнман, хула пуçлăхĕ пулнă Афанасьев октябрь пуçламăшĕнчех Яковлев патне килне пырса кайнă иккен, çак пухăва «Халăх ирĕклĕхĕ»[i] парти енчен хутшăнма ÿкĕтленĕ. Яковлев килĕшмен. Кĕçех пуп таврашĕсем те вĕçтерсе çитнĕ, ÿкĕте кĕртесшĕн çуннă — анчах Яковлев хăй сăмахĕ çинех тăна, килĕшмен.

Декабрĕн 14-мĕшĕ. Яковлев патне пынă чухне вăл шăпах французсен революцийĕ çинчен вулатчĕ. Кăмăлĕ чаплах мар. Чăваш шкулĕнчи хăш-пĕр çамрăксем вĕрентекенне хирĕç пăлханма пуçланă, унăн вĕрентĕвне хирĕçлеççĕ. Хăшĕ-пĕри такам хĕтĕртнипе Яковлев вĕрентĕвĕпе килĕшместĕр тесе Хусана çăхав çырса янă. Ĕнер Иван Яковлевич хăйне айăплакан хăшпĕр документсем кăтартнăччĕ. Эсерла шухăш-кăмăллă çамрăксем мана та тарăхтарса ячĕç, вĕсен элекĕ ĕненмелле мар, çав тери ăссăрла, вĕчĕхÿллĕ, айван. Самани лăпкă чухне унашкал хутсене тÿрех карçинккана пăрахĕччĕç те. Халĕ вара ватă çынна тарăхтараççĕ, чун-чĕрине амантаççĕ. Кăткăс лару-тăрăва çемĕçтересси пирки эпир иксĕмĕр иртнинче те нумай калаçнăччĕ. Яковлев чăваш халăхне çутта кăларас тĕлĕшпе чаплă ĕçсем тунине чылайăшĕ хăвăрт манни çав тери кÿрентерет ăна.

1918 çул. Мартăн 18-мĕшĕ. Эпĕ пынă чухне Яковлев килте пĕчченехчĕ, арăмĕ таçта кайнă пулас. Çавăнпах-и, тен, уççăн, нимĕн пытармасăр калаçрăмăр. «Мастерскойра тупăк туса хатĕрлеме хушрăм. Вилес пулсан маншăн ытлашши чăрманмалла ан пултăр»,— тет. Кăмăлĕ хăйĕн çав-çавах питĕ япăх. Хăш-пĕр преподавательсем чăваш çамрăкĕсене пăтратни ыраттарать ватă учитель чун-чĕрине. Халĕ тата шкулта вĕренÿ комитечĕ йĕркеленĕ те, Яковлева инспектортан кăларма йышăннă. Шкул ачисем айăпламасса туйса никама та итлемеççĕ, харкашаççĕ, хăйсене йĕркесĕр тытаççĕ.

Ульяновсен кил-йышне, Владимир Ильича, Александра аса илтĕмĕр. Александр Ульянов ĕçĕпе хăй вăхăтĕнче Чĕмпĕр жандармерийĕ те интересленнĕ. И. Я. Яковлева та вăл Ульяновсене çывăх пĕлсе тăнă тата Александр хутне кĕнине пула шанчăксăр çын вырăнне хурса пĕрех май йĕрленĕ. А. И. Ульянова хÿтĕлеме ыйтса И. Я. Яковлев Хусанта Н. И. Ильминский патĕнче пулнă. Ильминский вара çут ĕç министрĕ И. Д. Делянов патне А. И. Ульянова хăтарма ыйтса телеграмма янă, анчах хуравĕ хирĕçле килнĕ. Ку ĕçе никам та хутшăнма пултараймасть тесе хуравланă Делянов.

Апрелĕн 11-мĕшĕ. Иван Яковлевич текех шкулсен инспекторĕ мар ĕнтĕ. Вăл ĕнер мана В. И. Ленин валли çырса хатĕрленĕ икĕ çыру вулаттарнăччĕ. Пĕрремĕшĕ — çурма официаллă çыру. Иккĕмĕшĕ, тĕпрен илсен, шкулти лару-тăру, вĕренекенсен пăлхавĕ пирки. Çавна май хăй Владимир Ильича тата унăн кил-йышне унччен лайăх пĕлни, туслăн килĕштерсе пурăнни çинчен çырать. Анчах та Николай ывăлĕ хистенипе старик çак документа Ленин патне яман. Халлĕхе çырусене çурса парах- ман-ха вăл, вăрттăн кăтартрĕ. Иван Яковлевича тĕн кĕнекисене чăвашла куçарас, вăрçăра вилнĕ чăваш салтакĕсен ачисене шкула вырнаçтарас енĕпе ĕçлеме чĕнеççĕ иккен.

Апрелĕн 26-мĕшĕ. Яковлев паян хăйне урăхла, чылай вăйхаллăр ах туять. Профессор-ывăлĕ патне янă телеграмма пулăшнă пулас. Алексей Иванович Яковлев Ленин патĕнче пулнă, Владимир Ильич вара Чĕмпĕр пуçлăхĕсем патне Яковлева вăл чăваш халăхĕшĕн мĕнешкел нумай тăрăшнине шута илсе шкултах хăварма хушса телеграмма янă. Ывăлĕнчен те лăплантаракан хыпар çитнĕ. Акă мĕншĕн «Капитанская дочка» повеçе те чун-чĕререн хăпартланса вулама пултарать вăл халĕ.

Июлĕн З1-мĕшĕ. Ĕнер Яковлев патĕнче пултăм. Вăл каллех шкулта хуçаланать. Ырханкка лашипе пур çĕре те çитме ĕлкĕрет.

Августăн 10-мĕшĕ. Сăмахăмăр паян Ильминский çинчен пычĕ…

Çакна палăртассăм килет: çулне пăхмасăрах пурне те питĕ лайăх ас тăвать ватă учитель. Кăмăллă ăна итлеме. Анчах питĕ шел, ун калаçăвне никам та çырса илмен. Халĕ ватă çынна каласа пама çăмăлах та мар. Ĕнер вăл ывăлĕсем, уйрăмах Алексей пирки, хавхаланса пуплерĕ, унăн ĕçĕсене кăтартрĕ. Ачисем маттур та ăслă çитĕннĕрен телейлĕ Иван Яковлевич.

Хăй ют çер-шывсене кайса çÿренине аса илчĕ. Николай ывăлĕ ертсе çÿренĕ-мĕн. Музейсемпе картина галерейисем питех интереслентермен ăна. Çынсем, çут çанталăк ытларах хускатнă-пăлхатнă чунне.

Сентябрĕн 11-мĕшĕ. Юлашки кунсенче тăтăшах Яковлев патĕнче пулатăп. Вăл каласа панисене çырса пыратăп, килте йĕркене кĕртетĕп, иккĕленÿллĕ вырăнсене ыйту лартса паллă тăватăп. Старик хăш чухне ăнланмалла мар калаçать, илтмест — çавна пула çырса пыма кансĕр. Уйрăмах утса çÿресе калаçма юратать. Эпĕ унăн кил-тĕрĕшĕнчи пурнăçĕпе, шухăш-кăмăлĕпе, вăл тĕн пирки епле шухăшланине интересленетĕп, анчах ăна çак ыйту пачах кирле мар пулас. Илтесшĕн те мар. Пĕрмаях шкул ĕç-хĕле пирки шухăшлать, калаçать, канăçсăрланать. Çапах та сăмах майĕн тенĕ пек асăрханса çеç ачалăхне аса илтертем. Яковлев каланă тăрăх, кун çинчен унран никам та нихăçан та ыйтса тĕпчемен. Манăн ал çыру вара ÿсет те ÿсет, çĕнĕ япаласемпе пуянланать. Чĕре йăвашланчĕ, вăй çук текелет, инкек килсе ан çаптăр —çавăниа та питĕ хыпаланса ĕçлеме тивет. Ун патĕнче ыйтса пĕлсе татăк-кĕсĕк хут çинех çырса хуратăп та килте йăлтах йĕркене кĕртетĕп, суйласа илсе фактсене пăсмасăр майласа çыратăп.

Эпĕ пысăк хĕрÿлĕхпе ĕçлени ăна тĕлĕнтерет те, савăнтарать те. Çак кунсенче ак тав турĕ. Анчах та эпĕ çырса пынин усси пулĕ-ши тесе иккĕленет. Пытармастăп: ывăнтăм ĕнтĕ хам та, анчах ун вырăнне чун-чĕрере лăпкă, ырă ĕçех тăватăп тесе шутлатăп.

1919 çул. Январĕн 26-мĕшĕ. Яковлев Петроградра пурăнакан Николай ывăлĕнчен почтăна янă 1000 тенкĕ илчĕ, 500 тенкине Хусана Ильминский арăмне ярса пачĕ. Иван Яковлевич каланă тăрăх, Екатерина Степановна Ильминскин пенси илмест, пурăнма ăна хальхи вăхăтра чылай йывăр.

Февралĕн 7-мĕшĕ. Паян Яковлевсен патĕнче Кăнна Кушки çыннисене тĕл пултăм. Мана тата Орлов а Иван Яковлевич хăйĕн кабинетне чĕнсе кĕчĕ те халĕ кăна кĕпĕрнен çут ĕç ко- миссариатĕнче пулни çинчен пĕлтерчĕ. Унта ăна чăваш семина- ринчен Яковлев пирки сакăр арçын ача çăхав çырса пани çинчен каланă. Яковлев: «Сакăр ача пĕтĕм семинари мар-ха, унта пурĕ 150 çын вĕренет»,—тенĕ.

Февралĕн 20-мĕшĕ. Иван Яковлевич çапла пĕлтерчĕ: ĕнер семинарире аслă классенче вĕренекен арçын ачасем — пурĕ ЗЗ çын — пуху ирттернĕ. Вĕсем Яковлева педсовет председателĕнчен кăларас тенĕ, кун пирки доклад çирĕплетнĕ. Паян семинари педсоветĕнче çав доклад пирки калаçнă, ăна кĕпĕрнен çут ĕç уйрăмне кайса пама йышăннă.

Мартăн 2-мĕшĕ. Яковлев патне кайрăм. Вăл каланă тăрăх, февралĕн 27-мĕшĕнче семинарире педсовет пухăвĕ пулса иртнĕ. Унта Яковлева педсовет председательне суйламан. Малашне семинари пуçĕнче ятарласа суйланă коллеги пулать.

Мартăн 5-мĕшĕ. … Такам алăка шакканине вăранса кайрăм. Уçатăп алăка: Екатерина Алексеевна! Вăл мана: «Мĕн тумалла-ши? Паян кăнтăрла иртсен икĕ сехетре пирĕн пата губчекаран комиссар пычĕ, Иван Яковлевича допроса пыма хушрĕ. Иван Яковлевич икĕ таса кĕпе илсе (хупса лартмаççĕ-ши терĕ) ЧКна кайрĕ, эпĕ сирĕнпе калаçма килтĕм»,— терĕ. Куна илтсен ывăннине пăхмасăрах эпĕ Яковлевсен патне кайрăм, 7 сехете вĕсем патне çитрĕм. Иван Яковлевич ЧКран таврăннăччĕ. Унта вăл 4 сехет ирттернĕ. Хуларан ниçта та тухса каймастăп тесе подписка панă.

Мартăн 25-мĕшĕ. Паян Яковлев ЧКра допросра пулчĕ. Унта вăл вĕренекенсем февралĕн 19-мешĕнче йышăннă доклада вуласа тухнă, ăна копи туса илсе килнĕ. Эпе çав копие вуларăм— ухмахла япала вăл, Яковлева кураймасăр, ăна пĕтерес тесе çырнăскер.

Мартăн 29-мĕшĕ. Яковлев ЧК председателĕ Левин комиссар патне кайрĕ. Левин Яковлевăн пурнăçĕпе интересленнĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çинчен калакан брошюрăсене вулама кăмăл тунă. Яковлев ăна темиçе кĕнеке кайса пачĕ.

Апрелĕн 21 -мĕшĕ. Яковлева каллех губчекана чĕнтерчĕç. Унчченхи майлах, каллех паянхи саманана мĕнле ăнланатăр тесе ыйтнă. Иван Яковлевич çапла хуравланă: «Мĕн тума кирлĕ сире эпĕ паянхи лару-тăрăва мĕнле ăнланни? Эпĕ çĕнĕ, революци саманине хирĕç нимĕнле пăсăк ĕç те туман. Мана айăплама семинарире вĕренекен ачасен чăн-чăн фактсем пур-и? Хальхи самана пирки эпĕ кирек мĕнле те шухăшлама пултаратăп, уншăн эсир мана айăплама тивеçлĕ-и?»

Майăн 3-мĕшĕ. Ĕнер Яковлевăн тепĕр ывăлĕ — Алексей Мускавран килчĕ. Паян Иван Яковлевич мана хăй патне пыма чĕнсе ятарласах çын янă. Çамрăк Яковлев мана ашшĕн аса илĕвĕсене çырнăшăн тата Иван Яковлевичпа туслă пулнăшăн ыталаса чуп турĕ.

Майăн 5-мĕшĕ. Алексей Мускава тухса кайрĕ. Мана унран уйрăлма тунсăхлă пулчĕ. Телефонпа Алексей Левин патне шăнкăртаттарчĕ. Левин Алексее Иван Яковлевичăн губчекари ĕçĕ хупăннă тенĕ[ii].

Августăн 17-мĕшĕ. Иван Яковлевичпа Екатерина Алексеевнана хваттертен тухса кайма хушнă. Иван Яковлевич питĕ тарăхнă. Шатров[iii] çинчен калаçрĕ, ăна август пуçламăшĕнче тĕрмене лартнă. Шатров Чĕмпĕрти чăваш шкулне 120 пин тенкĕ укçа панă. Яковлев Шатров хутне кĕрес тесе тĕрмене кайнă, анчах та ăна унта шала кĕртмен. Яковлев шутланă тăрăх, Шатровăн пуянлăхĕ 60 миллиона çитет.

Августăн 29-мĕшĕ. Яковлев кĕпĕрнен çут ĕç уйрăмĕнче пулчĕ. Унта ăна хваттертен кăларса ямалла мар тесе Мускавран темле хут килни çинчен пĕлтернĕ[iv].

Сентябрĕн 5-мешĕ. Ман пата Яковлев кĕрсе тухрĕ. Ăна Хĕвел тухăç фрончĕн особăй уйрăмне чĕнтернĕ, малашне семинарире ĕçлеме юрамасть тенĕ.

Сентябрĕн 26-мĕшĕ. Паян ирхине 9 сехетре Яковлев мана çапла пĕлтерчĕ: кĕпĕрнен çут ĕç уйрăмĕ Яковлева хваттертен нимĕн тăхтаса тăмасăр тухса кайма хушнă[v].

Сентябрĕн 27-мĕшĕ. Яковлевсен патне кĕтĕм. Вĕсем Алексей патне çыру ячĕç, ăна Ленин патне кайма ыйтрĕç.

Октябрĕн 2-мĕшĕ. Ĕнер Яковлевсен патне милиционер пычĕ, Иван Яковлевича хваттертен хăвăртрах тухса кайма хушрĕ.

Октябрĕн 6-мĕшĔ. Екатерина Алексеевна губчекана кайнă, хăй семинарире хĕр ачасен общежити пуçлăхĕнче ĕçленине каланă, çавна шута илсе хваттертех хăварма ыйтнă. Ăна çапла хуравланă: Иван Яковлевич семинари ĕçĕсене хутшăнмастăп тесе подгшска патăр, вара хваттертен кăлармĕç[vi].

Ноябрĕн 1-мĕшĕ. Ĕнер Иван Яковлевич Ленин патне çыру çырса пама ыйтрĕ, анчах та эпĕ ку ĕçе пуçăнмарăм-ха.

Ноябрĕн 4-мĕшĕ. Паян Ленин патне çыру çырма пуçларăм. Хваттерте питĕ сивĕ, кăмака хутма вутă çук. Драпран çĕлетнĕ хулăн пальто тăхăнса çыртăм çак çырăва[vii].

1920 çул. Январĕн 28-мĕшĕ. 4 кун эпĕ Яковлевсем патĕнче пулаймарăм. Ĕнер кĕтĕм те Иван Яковлевича вырăнпах выртнине куртăм: унăн ÿпке шыçнă-мĕн. Кравачĕ çумне ларса сехет çурă калаçрăм. Иван Яковлевич вăйсăрланнă, аран калаçрĕ, пичĕ тăртаннă.

Февралĕн 1-мĕшĕ. Иван Яковлевич вилетех пулĕ… Ĕнер Екатерина Алексеевна мана ун патне кĕртмерĕ, Иван Яковлевич пур пĕрех паллас çук терĕ. Яковлев пурнăçĕ пысăк хăрушлăхра.

Виçĕм кун Яковлев хваттерĕнче обыск тунă. Чăваш тата латыш Иван Яковлевичăн хучĕсемпе япалисене пăхнă. Хăшпĕр хутсемпе çырусене, çав шутра Ленин патне эпĕ çырнă çырăвăн копине илсе кайнă. Обыск тунă чух Дмитриев врачпа Орлов пунеттейсем пулнă. Яковлева обыск çинчен халлĕхе каламан-ха.

Обыск тăвакансене Яковлевăн ÿпке шыçнă, температури те 39 градусран иртнĕ тенĕ. Лешсенчен тахăшĕ: «Ку нимех те мар. Манăн температура 39 градусран та иртнĕччĕ, пур пĕрех пурăнатăп»,— тенĕ. Екатерина Алексеевна: «Эсир çамрăк çын вĕт, манăн упăшка 72 çулта»,— тесе хуравланă. Обыск икĕ сехете тăсăлнă. Акă мĕнле вилет чăвашсен чаплă просветителĕн.

Иван Яковлевичăн пĕтĕм пурнăçĕ тĕлĕнмелле юмах пек. Манăн унăн пурнăçĕ çинчен вырăсла çырас килет, вара ăна чăвашла пичетлесе чăваш ачисене вулаттарасчĕ. Яковлев вуçех вилес çук. Унăн ячĕ халăх асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр уйрăмĕ.

Февралĕн 15-мĕшĕ. Ĕнер Иван Яковлевич кресло çинче ларчĕ. Арăмĕ ăна обыск туни çинчен каласа кăтартрĕ. Яковлев обыска Карякин каланипе тунă пулĕ терĕ. Манпа сехет çурă калаçнă хыççăн Яковлев ывăнчĕ пулас, вырăн çине кайса выртрĕ те çывăрса кайрĕ.

Апрелĕн 23-мĕшĕ. И. Я. Яковлева обыск вăхăтĕнче илсе кайнă хутсемпе çырусене тавăрса пачĕç. Обыска губопо пуçлăхĕ М. Б. Гольман хушнипе туна, обыск тума ăна Карякин хĕтĕртнĕ.

Майăн 8-мĕшĕ. Ĕнер Яковлев мана савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ: Ленин пулăшнипе ăна пысăк пенси (ахаль пенсирен виçĕ хут пысăк) пама хушнă, арăмĕпе иккĕшне апат-çимĕç илме паексем пама пуçлаççĕ[viii].

Майăн 19-мĕшĕ. Иван Яковлевич тахăш числаран пенси 14 пин тенкĕ, Екатерина Алексеевна 2 пин тенкĕ илчĕç. Çак пенсирен вĕсем хăйсен Анна Матвеевна кухаркине 15 пин тенкĕ — кивçен илнĕскере — пачĕç.

Июлĕн 24-мĕшĕ. Мускавран Чĕмпĕрте чăваш учительсене вĕрентекен институт уçмалла тесе телеграмма килнĕ[ix]. Ку хыпар мана савăнтарчĕ.

Августăн 15-мĕшĕ. Мускавран А. И. Яковлев килчĕ[x].

Октябрĕн 24-мĕшĕ. Николай Иванович Ашмаринпа паллашрăм. Вăл Хусантан куçса килнĕ, çемйинче пурĕ 8 çын, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ ачисем. Чăваш шкулĕнче ăна хваттер пачĕç. Институтра чăваш чĕлхи вĕрентет вăл. Мана хăйĕн «Болгары и чуваши» кĕнекипе парнелерĕ. Ăна вата Яковлев ман çинчен каласа панă-мĕн. Хваттерĕнче унăн пур çĕрте те кĕнекесем выртаççĕ.

1921 çул. Январĕн 25-мĕшĕ. Яковлевсем патĕнче çамрăк чăваш художникĕ Д. Архипова тĕл пултăм. Вал хăй тĕллĕн вĕреннĕ художник. Сăрăсемпе И. Я. Яковлев портретне ÿкерет. Яковлев лайăх сюртук тăхăнса икĕ е виçĕ сехет хушши пукан çине ларса сеанс ирттерет. Мана Архипов ĕçленине пăхса тăма кăмăллă пулчĕ[xi].

Октябрĕн 17-мĕшĕ. Ашмарин йывăр чирленĕ хыççăн Шупашкара кайса килчĕ. Унта вăл хăйĕн чăваш чĕлхи словарьне пичетлес пирки калаçнă. Шупашкарта ăна хальхи вăхăтра наука ĕçне тума хавхалантарас тесе 2 миллион тенкĕ укçа панă. Чăваш институчĕ ăна ĕне парнелерĕ, институт ферминче» апат- çимĕç килсе параççĕ, шалу укçи чылай тÿлеççĕ. Институтра Ашмарина Шупашкара пăрахутпа кайма, каялла килме 250 пин тенкĕ укçа панă.

1922 çул. Январĕн 8-мĕшĕ. Ĕнер кăнтăрла Яковлевсен столовăйĕнче апат çирĕм, Иван Яковлевичпа калаçрăм. Акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл. Хăй вăхăтĕнче енангелие чăвашла куçарнăшăн Яковлева Англири библи обществин хисеплĕ чление суйланă. Çав обществăн Мускавра представитель пур. Нумаях пулмасть А. И. Яковлев ун патне çыру çырса ашшĕн пурнăçĕ питĕ йывăр тесе пĕлтернĕ, ăна мĕнле те пулин пулăшу пама ыйтнă. Мускавран ответ килнĕ: Англири библи обществи Иван Яковлевича совет укçипе 7 миллион тенкĕ пама йышăннă. Алексей Иванович Мускава тав туса çыру ярать, укçа яма кирлĕ мар тет, çав укçа вырăнне çăнăх тата сахăр ярса паччăр тет.

Январĕн 16-мĕшĕ. Ĕнер Яковлев патĕнче нумайччен лартăм. Ильминский çинчен пычĕ калаçу. Вăл çуралнăранпа 100 çул çывхарать. Çав вăхăталла Яковлев Ильминский çинчен хăйĕн эпĕ çырса хунă аса илĕвĕсене пичетлесе кăларма ĕмĕтленет. Халлĕхе вăл мана Ильминский çинчен калакан сыпăка пичете юрăхлă тума сĕнчĕ.

Январĕн 30-мĕшĕ. Ĕнер ирхине Ашмарин патне кĕтĕм. Ăна Шупашкарта çăнăх ЗО пăт памалла тунă. Николай Иванович каланă тăрăх, ун патне Яковлев час-часах кĕрсе тухать. Эпĕ Ашмарина Яковлев аса илĕвĕсене Алексей ывăлне паратăп терĕм. Ашмарин мана аса илÿсен ал çырăвне Шупашкара илсе кайсан укçа чылай илме пулать пулĕ терĕ. Николай Иванович шухăшĕпе килĕшместĕп эпĕ. Аса илÿсене эпĕ укçа тупас тесе мар, Иван Яковлевича юратса, хисеплесе ун çинчен асăнмалăх япала юлтăр тесе çыртăм.

Мартăн 1-мĕшĕ. Ĕнер каçпа И. Я. Яковлев ман пата кĕрсе тухрĕ. Кăнна Хушнинчен унăн тăванĕ килнĕ, çавăн лашипе ман пата ларса килнĕ те ĕнтĕ Иван Яковлевич. Кăнна Кушкинче тата ытти юнашарти чăваш ялĕсенче чылай çынсем выçлăха пула шыçăннă, вилеççĕ. Çакă Иван Яковлевича питĕ пăшăрхантарать.

Паян Яковлев патне Ильминский çинчен калакан аса илÿсене çырма кайрăм. Иван Яковлевичăн инкек: ĕне витин çăрине ватса витерен пăрула ман ĕнене вăрласа кайнă. Яковлев Ильминский мĕнле вилни тата ăна мĕнле пытарни çинчен каласа çыртарчĕ.

Мартăн 4-мĕшĕ. Ĕнер Яковлева Ильминский çинчен вуласа патăм. Паян вуласа пĕтертĕм. Вăрласа кайнă ĕне çирĕм çухрăмри ялта тупăнчĕ. Ăна тупса килнĕ çынна А. И. Яковлев 2 миллион тенкĕ укçа пачĕ.

Майăн 6-мĕшĕ. Ĕнер Яковлева пилĕк сехет хушши унăн аса илĕвĕсене вуласа патăм.

Англири библи обществин Мускаври представителĕ Иван Яковлевича 7 миллионлăх апат-çимĕç ярса панă. Унăн пĕр пайне Яковлевсем Хусана Ильминский арăмне ярса панă.

Паян Ильминский çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Ĕнер Иван Яковлевичпа Алексей Иванович Яковлевсен Богоявлени чиркĕвĕнче Ильминские асăнса панихида ирттерчĕç. Унта эпĕ, Орлов тата Иван (А. И. Яковлев ывăлĕ) пултăмăр. Иван[xii] Яковлевич Ильминский çуралнă куна пăтраштарнă — ĕнер тенĕ, çавăнпа эпир пĕр кун маларах кĕл тунă, ăна паян ирттермеллеччĕ.

Майăн 13-мĕшĕ. Ĕнер Яковлевăн аса илĕвĕсене малтан пуçласа вĕçне çитичченех вуласа пĕтертĕм. Иван Яковлевич ал çырăвĕнче çырса кăтартни пурте тĕрĕс тесе алă пусрĕ, ал çырăвне хăйĕн пÿлĕмĕнчи кĕнеке çÿлĕке çине хучĕ[xiii].


[i] «Халăх ирĕклĕхĕ»— кадетсен партийĕн ячĕ.

[ii] 1 1919 çулхи майăн 28-мĕщĕнче губчекаран И. Я. Яковлева çакăн пек хут ярса панă: «Гражданин Яковлев И. Я. действителько был обвинен в преступленни по должность но за ненмением фактнческих данных дело о нем 6 мая прекращено». Яковлев пирки следстви пыни çинчен Ленин та пĕлнĕ. 1919 çулхи июнĕн З-мĕшĕнче вăл Чĕмпĕрти губчека председательне тата Чĕмпĕр иеиел- ком председательне Яковлева мĕн пирки допроса чĕнтерни çинчен ăнлантарса çырса яма хушнă (В. И. Ленин. Биографическая хроника. М., 1976. Т. 7. С. 260).

[iii] Чĕмпĕр фабриканчĕ Николай Яковлевич Шатров чăваш шкулне темиçе хутчен те укçа парса пулăшнă. Вăл шкул валли кирпĕчрен икĕ хутлă çурт лартса панă.

[iv] Яковлева хваттертен кăларса яма хăтланни çинчен хыпар В. И. Ленин патне çитнĕ, августăн 28-мĕшĕнче вăл çакăн пек телеграмма янă: «Чĕмпĕр, Губчека. Иван Яковлевич Яковлев ватă çынпа унăн арăмне хваттертен ан кăларăр. Пурнăçлани çинчен пĕлтерĕр. Совнарком председателĕ Ленин».

[v] Сентябрĕн 23-мĕшĕнче губчека Яковлева иккĕмĕш хут (пĕрремĕш хут августăн 14-мĕшĕнче) хваттертен тухса кайма хушнă. Тата икĕ кунтан кĕпĕрнен çут ĕç уйрăмĕ те Яковлевсене хваттертен кăларас тесе приказ кăларнă.

[vi] И. Я. Яковлев çав подппскăна парсан тин хваттертен кăларса ярас ыйту вĕçленнĕ.

[vii] Калаçу кунта И. Яковлевăн Ленин патне 1919 çулхи ноябрĕн 12-мĕ- шĕнче янă çырăвĕ çинчен пырать. Ана пуçласа 1971 çулта Чăваш педагогика инстнтучĕ кăларакан «Ученые записки» сборникăн 33-мĕш номерĕнче, иккĕмĕш хут И. Я- Яковлевăн 1985 çулта çапăнса тухнă «Çырусем» кĕнекере пичетленĕ. Çырура Яковлев Ленина хваттертен кăларса ямалла мар тунăшăн чĕререн тав тунă. 1919 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрне çут ĕç уйрăмĕ Чĕмпĕрти чăваш семинарине хупма йышăннă. Яковлев асăннă çырура чăвашсем валли учительсен институтне е тăватă çул вĕренмелли педагогика курсĕ уçса пама ыйтнă.

[viii] 1920 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче РСФСР совнаркомĕ И. Я. Яковлева 1920 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пысăк пенси пама йышăнать. Тепĕр кунне Ленин Совнаркомăн çак протоколне алă пусать (В. И. Ленин. Биографическая хроника. М., 1977. Т. 8, С, 391). И. Я. Яковлев уйăхне 3150 тенкĕ, Е. А. Яковлева 840 тенкĕ илсе тăма пуçланă. Пенси шутне кĕртсе çăкăр тата ытти апат-çимĕç те илнĕ.

[ix] 1920 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче Наркомпрос Чĕмпĕр губоно пуçлăхне 1920 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче чăваш у ч тĕлĕсене хатĕрлекен институт (Чувино) уçма хушнă. Июлĕн 24-мĕшĕнче Наркомпрос Чувино çумĕнче ял хуçалăх техннкумĕ уçма та ирĕк панă.

[x] Л. П. Яковлев профессор Наркомпрос хушнипе Чувино ĕçне йĕркелесе яма хутшăннă. 1921 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчен Чувино правлени» председателĕн заместителĕ пулнă. Институтра 1922-мĕш çулхи март уйăхĕччен ĕçленĕ.

[xi] Ку портрет халĕ Шупашкарти пединститутра И. Я. Яковлев музейĕнче упранать,

[xii] Иван Алексеевич Яковлев 1912 çулта çуралнă, Мускав университетĕнче физика профессорĕ пулнă.

[xiii] И. Я. Яковлев вилсен аса илтсем А. И. Яковлев патĕнче упраннă. 1968 çулта А. И. Яковлев ачисем (Иван Алексеевич профессорпа Ольга Алексеевна доцент) ал çырăвне Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи наука тĕпчев институтне панă. 1982 çулта И. Я. Яковлев аса илĕвĕсем Чăваш кĕнеке издательствинче 3000 тиражла, тепĕр çулхине иккĕмĕш хут 10000 тиражла вырăсла пичетленсе тухрĕç.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s