Турхан Яккăвĕ: Хăрушă парне


Турхан Яккăвĕ

Турхан Яккӑвӗ (Яков Васильевич Васильев) 1874 ҫулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи Карапай (халӗ Турхан) ялӗнче çуралнă. Курнавăшра пуçламăш пĕлӳ илнĕ хыççăн Хусанта учительсем хатĕрлекен семинарирен вĕренсе тухнă, тĕрлĕ çĕрте учительте, чиркӳре ĕçленĕ. 1924 çултанпа Хусанта пурăннă.

“Варуççи” поэмăпа палăрнă сăвăç Турхан Яккăвĕ тĕрлĕ енлĕ ăста пулнă. Вăл ал ĕçĕ тума та, сăвă-калав çырма та, ачасене шкулта вĕрентме те, ваттисене чиркÿре йăпатма та пултарнă.

1920 çулсенче Юпари пăлхавăр хыççăн вăл тĕн санне пăрахни çинчен хаçат урлă пĕлтерет. 1924 çултанпа Хусанта пурăннă.

Турхан Яккăвĕ – куçаруçă, ăста сăвăç, вырăс поэзине чăвашла куçарма тытăнакансенчен пĕри. Вăл В. Жуковский, А. Пушкин, И. Козлов, М. Лермонтов, А. Кольцов, Н. Некрасов сăввисене куçарнă. Лирикăн тĕрлĕ тĕсĕпе жанрне аталантарса, вăл чăваш поэзине сисенмеллех пуянлатнă. Унăн пултарулăхĕнче халăх юрри майлă сăвăсем те, анăçри поэзире унчченех çирĕпленнĕ жанрсем те пур.

Ĕмĕрĕ унăн сарăмсăр татăлнă. Поэт 1938 çулта Архангельск облаçĕнче вилнĕ. [litkarta]



(Лука, XXIII, 44-46)

Ирсĕр халăх хушшинче
Çăлакан Христос хур курать,
Çăлакан Христос умĕнче
Ирсĕр халăх пăлханать…
Мĕншĕн, халăх, ун çине
Хаяр куçпа пăхатăн?
Мĕншĕн Туррăн Ывăлне
Пĕр шухăшсăр пталатăн?
Мĕншĕн унăн чĕрине
Пĕр хĕрхенмесĕр касатăн?
Мĕншĕн тĕнче Пуçлăхне
Чура вырăнне хуратăн?
Мĕншĕн кĕвĕç куçупа
Шуйттан хыççăн каятăн?
Ах, ах! Туррăн халăхĕ!
Хăна ху ылхан тупатăн,
Эсĕ тĕнче Пуçлăхне
Хĕрес çумне пталатăн.
Ĕмĕре пырас ылхана
Хыт чĕрÿпе сисместĕн,
Ирсĕр-ирсĕр пăлханса
Ачусем çине илетĕн…

Акă ĕнтĕ, Çăлакан,
Йывăç çинче пăталантăн;
Пире ĕмĕт Паракан!
Пирĕншĕн хурлăх куратăн;
Пĕтĕм тĕнче тытакан,
Тĕнче сана пăталарĕ…
Ирсĕр этем намăсран
Турă умĕнче тармарĕ,
Чунлă этем тĕнчере
Чи усаллиех пулайчĕ…
Кун-пуç çути пур чуне
Тĕнчене тĕттĕм хупларĕ:
Хĕвел-уйăх чĕтресе
Хăйĕн çутине памарĕ.
Ирсĕр чуна чĕтретсе
Çĕр питне тĕттĕм хупларĕ…

Хрушă тĕттĕм варринче
Хăрушă сасă илтĕнет:
— Аттем, Аттем! Çак тĕнче
Хăйне юнпа пĕрĕхтерет!..
Аттем, Аттем! Мана хĕн…
Сывлăша Сана паратăп!..
Хрушă тĕттĕм варринче
Чиркÿ чаршавĕ çурăлчĕ,
Пысăк тусем хушшинче
Хытă çулсем те çурăлчĕç…
Хрушă тĕттĕм варринче
Çÿлти вăйсем сехĕрленчĕç.
Хрушă тĕттĕм варринче
Пĕтĕм тĕнчипе лăпкă çеç…

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.