
Ахмед ибн Фадлан — Аббасид халифачĕн патшалăх ĕçченĕ, çыравçă. Тухăç Европăна çитсе куракан сахал араб çулçÿревçисенчен пĕри. Элчĕ секретарĕ пулса Атăлçи Пăлхара килсе курнă. Хăй вăхăтĕнчи огуз, башкир, пăлхар, рус, хазар тата ытти халăхсен пурнăçне сăнакан çырăвĕсем уйрăмах паха…. Тĕплĕнрех→
أحمد بن فضلان Ахмед ибн Фадлан
(Пĕр Сыпăкĕ. Вырăсла куçарнă тулли текстне каçмашкăн çакна пусăр)
Пăлхар патшалăхне çитсе курни
Эпир вара Пушкăртсен çĕр-шывĕнчен тухса кайрăмăр та Çарăмсан шывĕ урлă, унтан Урен (Уран) шывĕ урлă, унтан Вăрăм (Урăм) шывĕ урлă, унтан Майна (Байнах) шывĕ урлă, унтан Вăта (Ватыг) шывĕ урлă, унтан Пасна (Басна) шывĕ урлă, унтан Гаушерма (Джавшир) урлă каçрăмăр. Эпир асăннă шывсем хушши — икĕ е виçĕ, е тăватă кун унтан сахалтарах е ытларах каймалăх. Эпир хамăр çитме тухнă сакалиб патши патне çитесси кунпа çĕр каймалăх юлсан, вăл пире кĕтсе илме хăйне пăхăнса тăракан тăватă тарăна, хăйĕн шăллĕсене тата хăйĕн ывăлĕсене хирĕç ячĕ. Пире вĕсем çăкăрпа, ашпа, вирлĕ кĕтсе илчĕç те пĕрле пычĕç. Эпир патша патне çитесси икĕ фарсах юлсан, вăл пире хăй тухса кĕтсе илчĕ: пире курсанах ут çинчен анчĕ те аслă та хăватлă Аллаха ыр сунса ÿксе пуç çапрĕ. Унăн çаннинче дирхем пулнă, вара вăл ăна пирĕн çине сапрĕ. Вăл пире валли юртăсем ларттарчĕ те, эпир унта вырнаçрăмăр. Эпир патша патне çитнĕ чух вырсарни кунччĕ, виç çĕр вуннăмĕш çулхи мухаррем уйăхĕн вун икĕ каçĕ иртнĕччĕ. Джурджанипе ун çĕр-шывĕ хушши—çитмĕл кун каймалăх.
Çапла вара çырăва вуланине итлеме ун çĕр-шывĕн тăрăнĕсем, çар пуçĕсемпе ун çĕр-шывĕнче пурăнакансем пуçăниччен вырсарни кун, тунти кун, ытлари кун тата юп кун эпир хамăра валли лартнă юртăсенчех пурăнтăмăр. Кĕçнерни кун вĕсем пухăнса çитсен эпир хамăрпа пĕрле илнĕ икĕ элеме çакрăмăр, елтĕпере парнелĕх парса янă ута йĕнерлерĕмĕр, ăна савадпа витрĕмĕр, елтĕпере тюрбан сыртартăмăр. Вара эпĕ халиф çырăвне кăлартăм та ăна: «Ку çырăва вуланă чух пире ларма юрамасть»,— терĕм. Вара вăл ура çине тăчĕ,— вăл хăй тата ун патшалăхĕнче пурăнакансен йышĕнчен килнĕ ятлă çынсем те тăчĕç, хăй вара вăл — питĕ хулăн та хырăмламас этем. Эпĕ вулама тытăнтăм та çыру пуçламăшне вуласа патăм, унтан эпĕ: «Тăнăçлăх сана, эпĕ Аллаха чăннипех ятран каласа мухтатăп,—унсăр пуçне урăх турă çук»,— тенĕ тĕле çитсен ăна çапла каларăм: «Тĕрĕс тĕне ĕненекенсен пуçлăхне тăнăçлăх сун»,— терĕм. Вал вара хуравларĕ, ыттисем те пурте хуравларĕç.
Малаллине вулас