Чăвашсем хушшинче, хурăнлă çулпа…


Александра Фукс

(1805 — 1853)



Хусанта çуралса ÿснĕ, унтах вилнĕ, Шупашкарта тата ашшĕпе пĕрле чăвашсем хушшинче вăрах пурăннă. Сăмах хăватне ăна куккăшĕ — вырăссен паллă поэчĕ Г. П. Каменев илентернĕ, ун урлах вăл вăхăтри чаплă çыравçасемпе — Н. С. Арцыбашев- па, Н. М. Языковпа, Е. А. Баратынскипе, Д. П. Ознобишинпа, А. С. Пушкинпа паллашнă. А. Пушкин Пугачев йĕрĕпе çÿренĕ чухне (1833 çулта) Хусанта весен килĕнче паллă профессор Карл Фукс патĕнче пулнă. Çав тĕл пулу çинчен Александра Фукс паха аса илÿ пичетленĕ.

Хусан хутлăхĕнче Александра Фукс паллă сăвăç шутланнă. Пире вăл чăвашсем çинчен çырнă тĕрленчĕкĕсемпе паллă. Тĕпчевçĕсем унăн «Записки Александры Фукс о чувашах и черемисах» (1840) кĕнекине пысăка хурса хакланă.


Карл Фукс арăмĕ патне çырнă отвечĕсенчен:

Чăвашсем Хушшинче, Хурăнлă Çулпа…

(Çул çинче çырса пынисенчен)

200px-karl_fuchs2c_1828
Карл Фукс (Karl Fuchs, 1776 – 1846) – Александра Фукс упăшки. Хусан университечĕн ректорĕ.

Высочайши хушнипе Чулхулана 1831 çулта халер чирĕ хытă сарăлнине чарас ĕçпе кайнă чухне çырса пынă журнал хучĕсене уçкаласа эпĕ Шупашкар уесĕпе чăвашсем çинчен çырнă хăш-пĕр асăрхаттарусене тупрăм; вĕсене санăн кăмăлна кура халĕ çырса илетĕп те савăнсах пĕлтеретĕп.

 

Хусантан Чулхулана çитиччен эпĕ пысăк çул çинче ÿкерсе илме юрăхлă лайăх вырăн пĕрре те тупайманни тĕлĕнтерчĕ. Çĕрĕ ытла та пĕр евĕрлĕ. Ăна е сухаланă тикĕслĕх, е пачах илĕртÿсĕр вĕтлĕх вăрман йышăнать. Атăл сăнĕ те çавнашкалах пушă та сивлек. Ку вăл сулахай çыран усă курма меллĕ марринчен, унта вĕтлĕх кăна ÿснинчен килет. Пирĕн куç çапах та çакăн пек пĕр евĕрлĕх хушшинчех кăмăла уçакан пĕчĕк чăваш ялĕсене курнипе темле майпа кÿнĕçленет, унта-кунта сапаланса тата çÿллĕ те çăра йывăçсемпе хупланса ларнăскерсем чăн та кăштах хăнăхманла пулсан та пăхса пыма илĕртÿллĕ.

[куçаруçă Хусан хулине çырса кăтартнине кăларса хăварнă – VulaCv асăрхани]

Сĕве (Свияжск) хулин вырăнĕ питех те лайăх. Вăл вырнаçнă сăрт тăсăклăрах çавра. Унта пурăнмалли лайăх çуртсем мар, чиркÿсем нумайрах. Икĕ мăнастиртен пĕринче Герман чудотворец канлĕх тупнă. [ куçаруçă Сĕве çыннисене сăнланине кăларса хăварнă – VulaCv асăрхани]

Çĕверен Тĕрлемесе çул питех те аван. Ку вăл пĕчĕк чиркÿллĕ чăваш ялĕ. Эпир чăваш хĕрарăмĕсем утă вăйлă çулнине — ĕçĕ ку чи йывăрри пулсан та — курса тĕлĕнтĕмĕр. Кунта çĕр пулăхлă. Тĕрлемесрен çул Сĕмĕл (Аккозин) чăваш ялне çити хумлă-хумлă выртать. Мăн çул тăрăх ик енĕпе капăр хурăнсар тăсăлать, анчах вĕсем икĕ килпетсĕрлĕх кÿреççĕ: енчен енне пăхса пыма чăрмантараççĕ тата çул çинчи пылчăка часрах типме памаççĕ. Чухăн тăхăннă чăваш хĕрĕ[сем] пирĕн пата хурăн çырли сутлăх йăтса пычĕ[ç]. Сĕмĕле çитме Хусантан 91 çухрăм, кунта Çĕпĕре ăсатакан ристансепе çĕр вырттармалли этап пур. Ку ялпа Çавал хĕрринчи Вороново вырăс ялĕ хушшинче пĕчĕк, пĕлтерĕшсĕр юман вырăнĕ ÿсет. Юртукасси (Пихчурино) чăваш ялĕ патĕнчи вырăн сăрт-туллă. Хусантан 135 çухрăм кайсан тинех эпир хамăра Шупашкарта куртăмăр. Ку хулан ытларах пайĕ çырмара выртать. Кунта кивĕ чиркÿсенчен нумайăшне курма пулать. Урамĕсем самаях тăвăр та таса мар, петĕм хуралти-мĕнĕ çуртсен темле тирпейсĕр купи пекех курăнать. Пасарĕ чăвашсемпе кăна тулса ларнă, вĕсем ку хулана чăвашсен резиденцийĕ тесе хисеплеççĕ.

Шупашкартан тухсан эпир 30 çухрăм тăсăлакан, анчах самаях ансăр юман вăрманĕпе пытăмăр. Юманĕсем çÿллĕ мар, пăсăк тăрăллă та чирлĕ тĕслĕ курăнаççĕ, çапла вара эпĕ нимĕçсен чăн-чăн юманĕ пек пĕр йывăç та курмарăм. Павăл ĕмпÿ патшара ларнă чухне, тепĕр майлă каласан пĕр 40 çул ĕлĕкрех, акнă юмансем халĕ тачкашĕпе этем аллинчен хулăн мар. 22 çухрăм кайсан эпир Кивĕ Сĕнтĕр (Старый Сундыръ) чăваш ялĕнче çĕр каçрăмăр çумăрпа çăра тĕтрене пула, Унта та кунта сухаланă пĕчĕк анасем выртаççĕ. Чăвашсем патне халер лекмен, сăлтавĕ, ахăртнех, вĕсем хура пÿртсенче пурăннинче. Чăвашсем аяк чикнĕ чухне кĕл ярса ирĕлтернĕ шерпет ĕçеççĕ, вар-хырăм туртнă чухне çăкăр çине сапса çунакан кÿкĕрт çиеççĕ. Шăнса пăсăлсан шыва кĕрсе çăвăнаççĕ те тÿрех вăрмана чупса ÿт-тир шăтăкĕсем уçăлмалăх тарла-тарла вут касаççĕ. Çул çинче пикет тăракан чăвашсене тата улăм кĕлтиллĕ маяксем куртăмăр. Кăна вĕсем Чулхула ерминкки вăхăтĕнче кăна иртен-çÿрекенсене çаратасран тăваççĕ. Кĕçех эпир Сĕнтĕр-Пасар (Сундырь-Базар) вырас ялне çитсе тăтăмăр. Кунта кашни кĕçнерни кунах чăвашсем сут-уилÿ тума пухăнаççĕ, унта эпир вĕсен тем чул хĕрарăмне, кăкăр çине хăнсенни йышши кăна темле талисман евĕрлĕ, йăлтах авалхи вĕтĕ кĕмĕл укçапа витнĕ капăрчăк çакса çÿрекенскерсене, куртăмăр. Сăмах май, вĕсен хĕрĕсем пачах икĕ тĕрлĕ сăн-питлĕ пулнине асăрхарăмăр: саррисем финсенни пек, хура çÿçлисем калмăксенни пек питлĕ. Хура тăлисемпе шурă аркисем тăрăх вĕсене аякранах уйăрса илме пулать. Унта-кунта вĕсен шăпăрĕн сасси илтĕнет, пĕр-пĕрне хăйсем юратакан ахаль эрехпе хăналаççĕ. Кунта живописецпа натуралистшăн вĕсен ÿт-пĕвĕпе тумне ÿкерсе илмелли чи лайăх вырăн. Сĕнтĕр-Пасар патĕнче вырăн сăртлă, унта юмансем ÿсеççĕ. Ирхине эпир Виловатый Враг текен яла пырса çитрĕмĕр. Вĕсен ялĕсем яланах мăн çул айккинче е çырмара, е вăрман ăшĕнче лараççĕ. [Çармăс ялĕнесене сăнланисене кăларса пăрахнă – VulaCV acăрхани.]

Çапах та — чарăнăпăр! Эпе ытла инçене кĕрсе кайрăм; савнă тусăм, сам енне çаврăнма тата Вергилий пек калаçма вăхăт:

Эпир юхса каçрăмăр ытларах тăлккăша,

Ĕнтĕ ывăннă утсене канăç памашкăн та вăхăт.


Иванова тата Никитин Ăнлантарни ( 1993)

VulaCV асăрхаттарни: Иванова тата Никитин “Чăваш сăмахлăхĕ” учебникран Çÿлерех илсе кăтартнă çырăва Александра Фукс çырнă тесе ăнланма пулать. Учебник редакторĕсем е пĕлмесĕр, е юри пăтраштараççĕ. Çÿлерех илсе кăтартнă сыпăка Алесандра Фуксăн упăшки – Карл Фукс – çырнă. 

 

Хусанта 1840 çулта пичетлесе кăларнă «Записки Александры Фукс о чувашах и черемисах Казанской губернии» кĕнеке çырусемпе хуравсенчен тăрать. Кунта пĕр çырăвăн сыпăкне куçарса панă. Хусантан Чулхулана Хурăнлă çул тăрăх ям лашисемпе каякан майра—Хусан уннверситетĕнчи паллă профессор арăмĕ, Чăваш çĕрĕ çинчи пуян помещик хĕрĕ, паллах, кÿме кантăкĕнчен пăхса нимĕнех те курма пултарайман. Çавăнпа вăл, чăваш е çармăс чĕлхисене пĕлменнипе калаçса та ĕлкĕрейменскер, дневника çиелтен кăна çырса пынă. Апла пулин те çул çÿрев тĕрленчĕкĕ хаклă, ун тăрăх эпир Чăваш çĕрĕ XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче мĕнле пулнине куратпăр.

А. А. Фукс иртсе пынă Хурăнлă çул паллисем халĕ сайра вырăнта кăна упранса юлнă. Çулĕ йăлтах çĕнелнĕ. Ун чухнехи хурăнсем тахçанах пĕтнĕ, ик çĕр çулхи юмансем те сахалланса пыраççĕ, шоссе хывнă чухне ăна нумай тÿрлетнĕ, урăх çĕртен те хывнă.

Сĕве хули халĕ Атăл варрине пĕчĕк утрав пулса юлнă, çапах та ĕлĕкхи чиркÿсемпе мăнастирсем, Н. Я. Бичурин вĕреннĕ-пурăннă çуртсем чиперех упранаççĕ. Авалхи хула вырăнĕ музей-заповедник шутланать. Анчах унта Сĕве чукун çул станцинчен, Атăлăн сулахай çыранĕнчен кимĕпе е Васильевăран ятарласа çÿрекен теплоходпа кăна çитме пулать.

Хальхи шоссе Тĕрлемес станцийĕпе ялĕ хушшинчен иртет. Станцире граждан вăрçи вăхăтĕнче вилнĕ салтаксене асăнса палăк лартнă. Ялти шкулта Г. А. Кореньков, Г. Т. Тимофеев çыравçăсен тата ытти паллă çынсен пурнăçне çутатакан музей пур.

Тĕрлемеспе Карач ялĕ витĕр тухсан тепĕр ям станцийĕ Туппай Сĕмĕл (Ĕсмĕл) ялĕнче пулна. Туппай Сĕмĕл, Пĕчĕк Сĕмĕл, Сĕмĕл Пасарĕ тата ытти ялсем пĕрлешсе 1927 çулта «Большое Аккозино» пулса тăнă, ăна 1939 çулта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьское сали ятне панă.

Ямпа почта станцийĕ Пихчура ялĕнче пулнăран ялне ун чухне Ямбулатово, Ямщицкое тенĕ, халĕ вăл ял — Ердово, чăвашла — Юртукасси, Шупашкар районне кĕрет.

Шупашкарпа Вилават хушшинчи Хурăнлă çул çинче Кивĕ Сĕнтĕрти Погоди хуçа ямшăкĕсем почтăпа ям тытнă. Ку ялта ристансене хупса усрамалли касамат, чаплă çынсем канмалли-çывăрмалли çурт, фельдшер пункчĕ, хупах, салтаксемпе касаксен урамĕ пулнă. Кивĕ Сĕнтĕр ялне ĕлĕк Сундыреевка, Сюндырская, Сюндырь-станция, Помекейкино тенĕ, халĕ ана хут çине Малый Сундырь, Пĕчĕк Сĕнтĕр е Станьял тесе çыраççĕ. Ку ялта чарăнни çинчен А. Герцен, А. Пушкин, Л. Толстой, П. Мельников-Печерский тата ытти паллă çыравçăсем каласа хăварнă. Халĕ ял пуçĕнче, ĕлĕк почтăпа ям станцийĕ, фельдшер пункчĕ, касармăсем, Патша кĕперĕпе Патша юманĕ пулнă вырăнта Анат Кĕнер шкулĕ ларать.

Ĕлĕк Пасарлă Сĕнтĕр тенĕ ял халĕ Мăн Сĕнтĕр ятлă. Вăл Муркаш районне кĕрет. Халĕ те ватă çынсем «Кĕçнерни пасарне кайрăм» теççĕ, ку вăл Мăн Сĕнтĕре, чăвашсемпе çармăссем ĕмĕртенпех туслашса пурăнакан чăваш ялне кайса килнине пĕлтерет. Мăн Сĕнтере А. Фукс «вырăс ялĕ» тени йăнăш.

Вилават (Виловатый Враг — Юплĕ Çырма ялĕ, халĕ Мари Эл Республикине кĕрет) Чикмепе (Козьмодемьянскпа) Сăр (Васильсурск) хулисене çыхăнтарса тăракан пысăк станци шутланнă. Халĕ вăл ял ĕлĕкхи пĕлтерĕшне çухатнă.

Сăвă çырма юратнă А. Фукс çыру вĕçĕнче авалхи Рим поэчĕн Марон Публий Вергилий ятне асăнать. Ăна Вергилин ял пурнăçĕ, кĕтÿç шухăшĕ çинчен çырнă «канăçлăх» кĕввисем килĕшнĕ. [Вергили сăввине асăнаканĕ Александра мар, Карл Фукс – VulaCV.]

Хурăнлă çул çинчен чăваш тĕпчевçисем тăтăшах асăнаççĕ. Вăл çулпа 1833 çулта А. С. Пушкин иртсе кайни уйрăмах кăсăк. Шкул йĕрлевçисем Хурăнлă çул тăрăх походсене çÿреççĕ.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s