Кÿл Техĕне


Кÿл техĕне мухтакан Орхон Пысăк çырăвĕ умлă-хыçлă выр- наçтарнă 6 халапран тăрать. Вĕсем çаксем: 1) тĕрĕксеп несĕлĕсем çинчен калани, 2) Китай тĕрексене пăхăнтарнă 3) Илтерет кахан çинчен калани, 4) Кăпăкăн кахан çинчен калани, 5) Пĕлнĕ кахан тата 6) Кÿл техĕн çинчен каласа панисем. Калавсен тытăмĕ пĕр евĕрлĕ: пуçламăш йĕркесем, мĕнле ĕçсем пулса иртни тата вĕçлев йĕркисем. Паллă тĕпчевçĕ И. В. Стеблева вырăсла куçарнă текстра Кÿл техĕн çинчен калакан улттăмĕш калав — 231—428-меш йĕркесем. Руна çырăвĕпе чул палăк çинче вăл 30—53-мĕш йĕркесене йышăнать. Кÿл техĕн çинчен каласа пани хăй 13 çавраллă. Вĕсем пĕтем çырăвăн XVIII—XXX çаврисем шутланаççĕ. Çаврасене çапла ят парса тухма юрать: ХVIII çавра — Кÿл техĕн çар ĕçне пуçăнни, XIX — Чача сенхунпа çапăçни, XX —Улăх Еркĕнĕпе çапăçни, XXI —карниссемпе çапăçни, XXII—тăррисемпе çапăçни, XXIII — сăхтăксене хирĕç тухни тата тĕррисене пăхăнтарни, XXIV — Куш тăтăхпа çапăçни, XXV — карлуксемпе çапăçни, XXVI — аз халăхĕпе çапăçни, XXVII — ĕскĕл халăхĕпе çапăçни, XXVIII — окăссемпе çапăçни, XXIX — Кÿл техĕншĕн макăрни, XXX — Кÿл техĕне пытарма элчĕсем килни.
Кÿл тĕлĕпе мухтакан çырăва унăн пиччĕшĕ Йолăх техĕн çырнă тесе шутлаççĕ. Çырăва тĕрлĕ чĕлхесене куçарнă. Вăл тĕрĕк халăхĕсен пĕрлехи еткерĕ шутланать. [Иванова, Никитин]

Кÿл техĕне мухтакан пысăк çыру

Никитин тата Григорьева куçарăвĕ

XVIII

Каханра ларнă аттем вилсен
Манăн шăллăм çичĕ çулта юлчĕ.
Вунă çулта Умай пек аннене савăнтарма
Вăл Кÿл техĕн ар ятне илчĕ.
Вун ултă çул тултарсан
Каханлăх ĕçне-йĕркине
Вăл тĕппипех ăнкарчĕ.
Ултă шывлă Сăхтăк таппине
Çапăçрăмăр та пăсрăмăр.
Тапкач Вун тутукăн пилĕк пинлĕ çарĕ килчĕ —
Сĕкĕшрĕмĕр.
Кÿл техĕн çуранах çапăçма тухрĕ,
Вăл тутукăн ярăклă ар çынĕсене тытрĕ,
Ярăкĕ-мĕнĕпех кахана кăтартрĕ.
Тапкач çарне унта пĕтертĕмĕр.

XIX

Вăл вăтăрта чухне
Чача сенхунпа сĕкĕшрĕмĕр.
Малтан вăл илчĕ Татăк хун чурăн
Сăрă утне тăшманпа çапăçма.
Вăл ут унта [D33] вилчĕ.
Иккĕмĕш хутĕнче Ишбар Ямтар
Сăрă лашине утланса тапăнчĕ тăшмана.
Вăл ут унта вилчĕ.
Виççĕмĕшĕнче Йĕкĕн Сĕлĕх бекăн
Хăтăмланă турă лашипе тапăнчĕ тăшмана.
Вăл ут унта вилчĕ.
Ярăкĕпе ялмасне
Çĕр сăнă ытла тăрăнчĕ.
Шишкă пуçне пĕр сăнă та лекеймерĕ.
Вăл мĕнле çапăçнине эсир, тĕрĕк бекĕсем, пĕлетĕр.
Леш çарне унта тĕп турăмăр.

XX

Çакăн хыççăн Пайăрка çĕрĕнчи
Улăх Еркĕнĕ тăшман пулчĕ.
Ăна эпир Тĕрĕк Ярхун кÿлли патĕнче аркатрăмăр.
Улăх Еркĕн аран кăна тарса хăтăлчĕ.

XXI

Кÿл техĕн çирĕм улттăра чухне
Кăркăс халăхне çулăхрăмăр.
Çын кăкăрĕ тарап юра ашса
Кайман хушăкĕпе тухса юхрăмăр.
Кăркăс халăхне пуçсăр хăвартăмăр.
Каханĕпе Сукта хушăкĕнче сĕкĕшрĕмĕр.
Кÿл техĕн Пайăрка хунăн
Шурă утне утланса кĕчĕ çапăçăва.
Пĕр ăруне ухăпа хучĕ,
Икĕ ăруне сăнăпа çапса ÿкерчĕ.
Вăл çапăçура Пайăрка хун
Шурă ăйăрĕн аяккине хуçса ячĕç.
Кăркăс каханне вĕлертĕмер,
Çĕр-шывне алла илтĕмĕр.

XXII

Вăл çулта тĕркĕш çине кайрăмăр.
Алтун хушăкĕпе тухса,
Артиш юхан шывне каçса
Тĕркеш халăхне пуçсăрлатрăмăр.
Тĕркеш кахан çарĕ Болчуна
Вутпа пăр аçа пек килчĕ.
Сĕкĕшрĕмер.
Кÿл техĕн Башгу сăр ута утланчĕ.
Сăр Башгу ут…
Иккĕшне вăл хăех ярса илчĕ.
Унтан çĕнĕрен кĕрсе
Тĕркеш каханне пулăшакан
Аз тутукне ярса тытрĕ.
Каханне унта вĕлертĕмĕр,
Çĕрне алла илтĕмĕр.
Тĕркеш хура халăхĕ йăлт ишĕлнĕ.
Вăл халăха Тапăра куçартăмăр.

XXIII

Çĕнĕ ăру сăхтăк халăхĕн пултăр терĕм.
Йĕнчĕ юхан шывĕ урлă каçса
Тимĕр Хапха таран çул турăмăр.
Унта вара хура тĕркеш халăхĕ
Килĕшÿллĕ пулмарĕ,
Кĕнкĕрĕш çине кĕрсе кайрĕ.
Пирĕн çар учĕсем валли
Апат-çимĕç çукчĕ вара.
Япăх çынсем пурччĕ…
Улăп арсем пирĕн çине тапăнчĕç вара.
Пăртак ĕнтĕ ÿкĕнсе
Кÿл техĕне тăшмана хÿтерме хушрăмăр.
Вăйлă çапăçу çапăçрĕç.
Улăп Шалчи шур утне утланса
Хура тĕркĕш халăхне
Унта тытрăмăр вĕлертĕмĕр.

XXIV

Çĕнĕрен тапранса… пĕрле
Куш тутукпа çапăçрăмăр.
Ăрăвĕсене йăлтах пĕтертĕмĕр,
Парăмĕсене йăлтах кăлартăмăр.

XXV

Кÿл техĕн çирĕм çичĕ çулта чухне
Карлук халăхĕ çÿретчĕ ирĕклĕ.
Тăшман пулчĕ.
Тамăк сăрт пуçĕнче сĕкĕшрĕмер,
Кÿл техĕн вăл вăхăтра
Вăтăр çула çитнĕччĕ.
Улăп Шалчи шурă утне утланса
Кĕрсе кайрĕ çапăçăва.
Икĕ ăрăва йăлтах çĕнтерсе,
Карлуксене тытрăмăр вĕлертĕмĕр.

XXVI

Аз халăхĕ тăшман пулчĕ.
Хура кÿлĕре çапăçрăмăр.
Кÿл техĕм вăтăр пĕр çултаччĕ.
Улăп Шалчи шур ăйăра утланса
Кĕрсе кайрĕ çапăçăва.
Аз елтĕперне тытрĕ.
Аз халăхĕ унта çук пулчĕ.

XXVII

Ашим кахан çĕрĕ хавшаса кайсан,
Халăх ырлăхĕ япăх пулса кайсан
Ĕскĕл халăхĕпе сĕкĕшрĕмер.
Кÿл техĕн Улăп Шалчи шур ăйăрне
Утланса çапăçрĕ.
Вăл ут унта ÿкрĕ.
Ĕскĕл халăхĕ пĕтрĕ.

XXVIII

Токăс-окăс халăхĕ
Манăн халăхăм пулнăччĕ.
Пĕлĕтпе çĕр пăтранса кайсан
Тăшман пулчĕ тăчĕ.
Пĕр çулта пилĕк хут çапăçрăмăр.
Пĕр хутĕнче Тонгă хули патĕнче çапăçрăмăр.
Кÿл техĕн Азман шур ăйăра
Утланса тухрĕ.
Ултă ăрăва çĕнтерчĕ,
Çиччĕмĕшне хĕçпе вакларĕ.
Иккĕмĕшĕнче Кушлакакра
Эдиссемпе çапăçрăмăр.
Кÿл техĕн аз яка çăм ăйăрне
Утланса ларса пĕр ăрăва çĕнтерчĕ,
Тăхăр ăрăва хирсе тăкрĕ.
Эдис халăхĕ унта пĕтрĕ.
Виççĕмĕшĕнчен. Бол…ра окăссемпе çапăçрăмăр.
Кÿл техĕн Азман шур ăйăра утланса çапăçрĕ.
Шуçи çарне çĕмĕрсе çĕрне туртса илтĕмĕр.
Тăваттăмĕш хут Чуш пуçĕнче çапăçрăмăр.
Тÿрк халăхĕн хавалĕ петрĕ.
Хирĕçле пăлхашу турĕ.
Ăса кĕмен çарне Кÿл техĕн хăваларĕ,
Тонгăра пĕр улăпне тата вун йăхне
Тонга техĕн çук чухне çавăрса илсе пĕтертĕмĕр.
Пиллĕкмĕш хут Аскăнти Кадасра
Окăссемпе çапăçрăмăр.
Кÿл техĕн аз яка çăм ăмăрне утланса ларса
Икĕ ăрăва çĕнтерчĕ,
Хулине кĕмерĕ.
Вăл çар унта пĕтрĕ.
Маги курханта хĕл-çур ирттерсе
Окăссене хирĕç çарпа тухрăмăр.
Кÿл техĕне бексен пуçлăхне лартрăмăр.
Окăс тăшман ăру тăхне пăсрĕ.
Кÿл техĕн Огсиз шур ăйăрĕпе
Тăхăр ăрăва çĕнтерчĕ,
Ăру тăхне памарĕ.

XXIX

Аслă аннем хыççăнхи аннесем,
Аппасем, кăлин кинсем, кун-çул арăмсем,
Мĕн чул йăмăк — чĕррисем —тирĕк тĕпĕ пулатчĕçĕ,
Вилнисем çуртра, çул çинче ятсăр выртса юлатчĕçĕ.
Кÿл техĕн пулман пулсан
Эсир пурте вилсе пĕтеттĕр.
Шăллăм Кÿл техĕн хăй вилчĕ,
Эпĕ хурлантăм.
Вăхăта Тенгри парать.
Çын ачисем пурте вилме çуралаççĕ.
Çапла хурлантăм эпĕ.
Куçран шыв юхсан,
Ашран хурлăхлă сасă тухсан
Йăлтах хурланса ÿкрĕм.
Хытă та хурлантăм.
Икĕ шăт хыçа юлаççĕ — хурлантăм.
Ывăлăмсен, пикенсен, халăхăмăн
Куçĕ-харши курми пуле тесе ÿкĕнтĕм.

XXX

Чÿк-сĕкĕт ĕçĕ тума
Китан, татапи халăхĕсен пуçлăхĕ
Утар сенхун килчĕ.
Тапкăч йăхăнтан Исей Ликенĕ килчĕ,
Пĕр тĕмен ахах-ылтăн,
Кĕмĕл карлăксем кăларчĕ.
Тĕпĕт кахантан пĕлĕн килчĕ.
Курнă ахун патшалăхĕнчен —
Сăхтăк, Пăрчакăр, Бухара улăс халăхĕнчен —
Нăнк сенхун ывăлĕ турхан килчĕ.
Мăнук ывăлăмăн тĕркĕш халăхĕнчен
Макрач тумхаçă —
Окăс Пĕлнĕ тумхаçи килчĕ.
Кăркăс кахантан Тартуш ынанçă чурĕ килчĕ.
Парăк иткучĕ,
Пурте юратакан хурăнташ иткучĕ,
Тапкăч кахан тăванĕ Чанк сенхун килчĕ.
Вĕçĕнче çырни
Кÿл техĕн сурăх çулĕнчи
Çичĕ çирĕм иккĕре вĕçсе кайрĕ.
Тăххăрмĕш уйăх тăхри тулсан
Чÿкне ирттертĕмĕр.
Пÿртне-çуртпе, çыруллă чулне
Упăте çулĕн çичĕ уйăхĕн
Çирĕм çиччĕмĕшĕнче
Пурте асăнтăмăр.
Кÿл техĕн вилнĕ чухне
Хĕрĕх çичĕ çултаччĕ.
Чул мунча-пÿрт ăш-чиккине
Тойкăн елтĕпер çавăрса кăларчĕ.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s