Чăвашла


Любовь Мартьянова



Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,
Шăпчăк та юрлать кунта халь чăвашла.
Сассăм, пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче,
Янăрать хавассăн, уççăн, чăвашла.


Тĕлĕнсе пăхать-ха, тарăхать ташман:
«Камсемех эсир,— тет,— калăр,
хăш йăхран?»
Çак чечеклĕ çĕр пин юрă тĕнчинче
Эп çуралнă. Пĕлĕр — ыр йахран.

Сăпкари ача та кулчĕ чăвашла.
Хурăнпа йамра та — кăмăллă йышра.
Ыр телей пилленĕ Аслă Çĕр çинче
Пурăнма çуралнă пурте пĕр йышра.

Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,
Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.
Пин чĕлхеллĕ туслă халăх хушшинче
Калаçса çÿретĕп эпĕ — чăвашла.

Advertisements

Чăвашла” çине 2 шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s