Любовь Мартьянова
Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,
Шăпчăк та юрлать кунта халь чăвашла.
Сассăм, пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче,
Янăрать хавассăн, уççăн, чăвашла.
Тĕлĕнсе пăхать-ха, тарăхать ташман:
«Камсемех эсир,— тет,— калăр,
хăш йăхран?»
Çак чечеклĕ çĕр пин юрă тĕнчинче
Эп çуралнă. Пĕлĕр — ыр йахран.
Сăпкари ача та кулчĕ чăвашла.
Хурăнпа йамра та — кăмăллă йышра.
Ыр телей пилленĕ Аслă Çĕр çинче
Пурăнма çуралнă пурте пĕр йышра.
Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,
Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.
Пин чĕлхеллĕ туслă халăх хушшинче
Калаçса çÿретĕп эпĕ — чăвашла.
çуретĕп – ÿ
КилĕштересКилĕштерес
тав
КилĕштересКилĕштерес