Николай Айзман
Виçĕ пайлă музыкăллă комеди
• Чăнлăха пăccа элеклени
• Ырă мар тĕслĕх (Суицида пули-пулми япала пек кăтартни)
Чăваш драматургийĕн классикăлла хайлавĕ. Николай Спиридонович Айзман ăна 1955-мĕш çулта, Василий Воробьев композитор тата Никифор Ваçанкка сăвăçă хайланă “Кай, кай Ивана” юрăпа хавхаланса çырнă. Халăх çак юрăна питĕ юратнă.
Пьесăна Чăваш Енĕн профессионаллă театрĕсенчен 1955-мĕш çулта пĕрремĕш хут лартнă хыççăн 20 çул хушши темиçе хут та кăтартнă. Драма кружокĕсемпе халăх театрĕсенче “Кай, кай Ивана” спектакле кăмăлласа вылянă. [Чув.Энц.]
Пьесара ĕлĕкхи йăларан тăрăхлани, çыннăн ирĕкне хÿтĕлени тĕп вырăн йышăнаççĕ [Чув.Энц.]. Ĕлĕкхи йăласене автор камăннине кура уйăрмасть, авалхи чăваш йăли-йĕркине (хулăм, хĕр вăрласси) Христос тĕнĕн паллисемпе пĕлмесĕр е ятарласа пăтраштарать. Çын ирĕкне хÿтĕлесси тени, ахăртнех, Анюк ятлă тĕп персонажа вăйпа качча парассине хурлани. “Вăл тискер йăла халĕ те пĕтмен-и?” тесе ыйтать комсомолец Хветĕр. Анчах вулакан е спектакле куракан пьесăри информаци тăрăх авалхи йăлана объективлă хак парса, ăнланма пултараймасть, япăх пулнине туйăм-сисĕм урлă вĕренме тивĕçет кăна.
Илемлĕхĕ енчен пьеса пуян та илĕртÿллĕ. Автор чĕлхепе питĕ ăста усă курса куç умне вăр-вар диалогсем, чĕрĕ персонажсем кăларса тăратать.
Тупмалли
Комедири çынсем | Пĕрремĕш пайĕ | Иккĕмĕш пайĕ | Виççĕмĕш пайĕ
Комедири çынсем
Пĕрремĕш пайĕ
НАÇТАÇ — тăлăх арăм.
АНЮК — унăн хĕрĕ.
КĔТЕРУК — Наçтаçăн йăмăкĕ.
ХВЕТĔР—ялти каччă (комсомолец).
МИША, ПĔТЕР —Хветĕрĕн юлташĕсем (комсомолецсем).
ПРАСКИ — ватă хĕр.
ЙĂКĂНАТ — ялти кулак, нэпман.
ИВАН — унăн ывăлĕ.
КУÇАК — ватă каччă.
ВÇЕЛИС — кÿршĕ хĕрарăмĕ, евчĕ.
Хĕрсемпе каччăсем, хăта-тăхлачăсем, туй куракансем.
Комедири ĕç НЭП вăхăтĕнче пулса иртет (1924).
Пĕрремĕш пайĕ
Наçтаç килкартийĕ. Пÿрт умĕ. Сылтăм енче — пÿрте кĕмелли, сулахай енче пăлтăра кĕмелли алăксем. Хыçалти планра урам курăнать. Тапăран таврăнакан хĕрсемпе каччăсем юрласа иртсе каяççĕ.
Шăнкăр-шăнкăр çурхи шывне
Витре туллин ăсар-и те каяр-и?
Пĕрре килнĕ яш ĕмĕрне
Тавах! тесе савăнайса юрлар-и?
Кунĕпеле эп çÿрерĕм
Тапă тăрăх сарă каччă шыраса.
Хăшĕ хитрине пĕлмерĕм. —
Савнă тантăш, суйламашкăн пулăшсам.
Савни пачĕ пурçăн тутăр,
Пуçа çыхрăм: йăлтăр-ялтăр вĕлкĕштĕр.
Тен, ун тепĕр савни пур-тăр?
Пур пулсассăн, мана куртăр, кĕвĕçтĕр!
Мишăпа Петĕр килкартине чупса кĕреççĕ.
Миша (чĕнет). Наçтаç инке, шыв ĕçтер-ха… Наçтаç инке!..
Наçтаç (пÿртрен тухать). Мĕн терĕр эсир?
Миша. Пире шыв ĕçтер-ха.
Наçтаç. Акă, çенĕкрех, кĕрсе ĕçĕр.
Петĕр. Тавтапуç. (Шыв ĕçеççĕ. ) Тапăра макăнца илсе çирĕм те, вĕлерет шыв ĕçтерсе…
Наçтаç. Пăх-халĕ, макăнца та сутаççĕ пулать? Камсем сутаççĕ тата? Кооперативра пулă тавраш çук терĕç- çке?
Петĕр. Ара, леш касри Чернов Йăванĕсем. Ашшĕпе иккĕшĕ те тавар нумаййишĕн мухтанса тăраççĕ кăна.
Наçтаç. Пирĕн Анюксем те кооператив таварĕпе кайнăччĕ те-ха…
Миша. Çапла, куртăмăр. Анюксем лайăх сутаççĕ. Эпĕ хамах акă унран скороход текеннине туянтăм.
Наçтаç. Хĕрĕ пирĕн тăрăшать те-ха…
Петĕр. Вăл пултарать! Акă Хветĕр совпартшкултан вĕренсе килсен, сирĕн Анюкăн ĕç тата лайăхрах кайма пултарать.
Наçтаç. Хветĕр тетĕн? Леш Краснов текенни-и?
Петĕр. Çавă ĕнтĕ.
Наçтаç. Вăл хăçан килет вара?
Петĕр. Ырансенче килет пулмалла. Тен, кĕçĕрех килет.
Наçтаç. Апла-ха, эппин…
Петĕр. Çапла. Ну, шыв ĕçтернĕшĕн тавтапуç. Миша, каяр.
Миша. Каяр. (Каяççĕ. )
Наçтаç. Кĕçĕрех çитет пулсан, мĕн тумалла вара? (Пахчаналла каять. )
Анюк киле таврăнать. Иван ун хыççăн йăпшăнать.
Иван. Анюк...
Анюк. Ай-уй! Кам пулчĕ, ара, ку?
Иван. Эпĕ. Иван Чернов. Эсĕ хамăр ялсене те паллами пулнă-çке?
Анюк. Ăçтан паллас, питĕ капăр тумланнă та…
Иван. Мĕншĕн тумланас мар-ха. Пăлтăрта çакса тăратма илмен эп вĕсене.
Анюк. Çапла пуль. Çапла пуль. Сирĕн лавкка хуçисен, укçа нумай.
Иван. Укçа? Нумай. Тырă та хамăра вунă çул пурăнма çитет. Паян çех çак костюма утмăл тенкĕ парса илтĕм. Атте калать: «Ытлашши ан тăккалан, авлансан кирлĕ пулать», тет. Мĕн хытса тăмалли пур. Укçине ăна тупма пулать. Халь пирĕн пекки, суту-илÿ тăваканни вулăсĕпе те çук та…
Анюк. Аплах мар пуль те…
Иван. Чăнах та. Паян та акă аттепе иксĕмĕр тапăра пултăмăр. Пирĕн чухлĕ тавар никамăн та çук. Эпир халĕ çĕнĕ патентла сутă тăватпăр.
Анюк. Çапла пуль, çапла пуль. Эсир çĕрме пуянсем-çке. Эп кĕрем-ха.
Иван. Анюк, тăхта-ха ĕнтĕ. Ман сана каламалли пурччĕ. Питĕ кирлĕ сăмах. (Анюка тытать. )
Анюк. Иван, ан хăтлан, çын курсан тем калĕ.
Иван. Кам мĕн калатăр? Чим-ха кăшт. Эпĕ… мĕн… калаймарăм-ха. Эсĕ пĕлетĕн, Анюк... Эпир çĕнĕ лавкка уçатпăр.
Анюк. Вара?
Иван. Ме-ха, премĕк çисе пăх-ха.
Анюк. Çук, кирлĕ мар, тавтапуç.
Иван. Çĕнĕ çурт та лартрăмăр.
Анюк. Вăл енчен маттур эсир.
Иван. Клентĕр çисе пăх-ха…
Наçтаç пахчаран килет.
Наçтаç. Аçта çав Анюк, тапăран халь те таврăнма-рĕ-и? (Иванпа тăнине курсан, сар çу пекех ирĕлет. ) И-и, ара, Иван-çке.
Иван. Эпĕ-ха, Наçтаç инке. Ме-ха, клентĕр çисе пăх-ха.
Наçтаç. Тавтапуç. Иййя… Эсир калаçăр, калаçăр… Манăн пăру таçта кайса çухалнă-ха. (Каять. )
Иван. Анюк, эпир халĕ икĕ ĕне, пĕр вăкăр усратпăр.
Анюк. Ĕнисене кам суса парать?
Иван. Сăваканни çук çав… Кÿршĕрен Праски пыра-пыра сăвать вара. Анюк... Авланмалла та ман…
Анюк. Кам чарать тата?
Иван. Хĕрсем юратсах каймаççĕ пуль, тетĕп.
Анюк. Сан пек каччăна та юратмасан. Эсĕ ялти чи пуянни-çке, сана такам та юратĕ.
Иван. Чăнласах калатăн-и эс, Анюк? Апла пулсан…
Анюкпа Иван юрласа:
Иван. Ах, Анюк, ах, Анюкăм, Анюк,
Анюк. Вут хыптартăн эс ман чĕрене!..
Вут хыптартăм эп сан чĕрÿне? Ха-ха-ха!
Иван. Саншăн çеç ăшăмра канăç çук,
Эс туймастăн-им каччă чунне?
Анюк. Маншăн çеç ăшăнта канăç çук?
Эп туймастăп-и каччă чунне? Ха-ха-ха!
Иван. Ах, Анюк, ах, Анюкăм, Анюк,
Эс кала: юрататăн мана?
Юрататăн пулсан, чиперех
Çураçмашкăн килем-и сана?
Анюк. Эс ыйтан: юратап-и сана?
Çураçмашкăн килесшĕн мана? Ха-ха-ха!
Иван. Килĕшсессĕн ман мăшăр пулма,
Эп парăттăм сана чунăма…
Чунăма, мулăма,
Пĕтĕм пурлăхăма,
Эс кала çеç мана «Юрататăп! » тесе пĕр сăмах.
Анюк. «Юрататăп! » тесе пĕр сăмах?
Иван. Эс пĕлетĕн-çке эп пуянне!
Килĕшсессĕн ман арăм пулма —
Кĕмĕлпе, ылтăнпа
Эп купалăп сана;
Пурçăн вĕççĕн кăна
Эп çÿретĕп сана.
Эс пĕлетĕн-çке эп пуянне,
Эс туятăн-çке каччă чунне,
Эп килетĕп сана çураçма.
Анюк. Çураçма?
Иван. Çураçма! Мĕн, килмест тетĕн-и?
Анюк. Качча кайма «ĕмĕтленетпĕр» те-ха…
Иван. Евчĕсемпех килес-и?
Анюк. Тем тăватăн ĕнтĕ…
Иван. Аттене те ертсе килетĕп. Эп халех.
Анюк. Ан ухмахлан. Кирлĕ мар.
Иван. Хĕрсем малтанлăха яланах кирлĕ мар теççĕ (Юрласа. )
Эс туятăн-çке каччă чунне,
Эп килетĕп сана çураçма! (Тухса каять. )
Анюк (чунтанах кулса). «Эп килетĕп сана çураçма! » Ку мана чăнласах юратса пăрахман-ши? Ĕнер вĕсен умĕнчен иртнĕ чух кăшт кулса-шÿтлесе калаçрăм та. Ку, чăнах та, тем шут тытман-ши? Эх, Иван, эх, айван! (Сăмаха улăштарса. ) Ах, савнă тусăм, савнă Хветĕр! Хăçан кĕтсе илĕп-ши сана?.. (Тунсăхлăн юрлать. )
Ир килет, каç килет,
Кун иртет, çĕр иртет.
Савнă чун савнине
Куç хупмасăр кĕтет…
Пĕччен чух мĕн тери тунсăхне,
Пĕччен чух мĕн тери асапне
Ман чĕрем, ман чĕрем çеç пĕлет.
Çăлтăрсем сÿнеспе,
Шурăмпуç çутипе
Вĕçсе иртрĕç çÿлтен
Кайăк хур картисем.
Савнă тусăм хăçан килет-ши?
Вăл мана чунтанах савать-ши?
Ыйтрăм эп, каламарĕç вĕсем…
Савнă тусăм, савнă тусăм,
Тен, эс килĕн кĕмĕл уйăх.
Çĕнĕ уйăх çутипе…
(Пахчаналла каять. )
Пăкă латла Вçелис килеççĕ.
Вçелис. Пирĕн килес! Пурте сывă пурăнаççĕ-и? Пире хапăл тăваççĕ-и? Хирĕç тухса илеççĕ-и? (Пауза. )
Йăкăнат. Килте никам та çук иккен.
Вçелис (чĕнет). Наçтаç!.. Наçтаç, тетĕп. (Пауза. ) Çук.
Йăкăнат. Ăçта та пулин пускиле кайман-ши? Йăпăрт чупса кайса çаврăнса кил-ха.
Вçелис. Юрать.
Йăкăнат. Асту, тупмасăр ан таврăн.
Вçелис. Пĕр самантрах тупатăп. (Каять. )
Йăкăнат. Ивана мĕнле те пулин авлантарасчĕ. Хĕрĕ те маттур. Пит аван кин пулать. Çав тери правур. Ку Анюка вĕçертсе ярсан, кайран ун пеккине тупма хĕн пулать. Пахчи, пахчи мĕне тăрать. Хамăн тепре авланас та Ивана кунта киле кĕртес. Вăт пулĕччĕ. Ун чухне вулăсĕпе те ман пек пуян пулмастчĕ. (Аякра Кĕтерук юрлани илтĕнет. ) Ак, хайхи! Ку Кĕтерук сасси мар-и? Çавă. Ку ĕнтĕ Наçтаçăн йăмăкĕ пулать-ха. Çавăнпа сăмахласа пăхас, Анюка çураçма пулăшмĕ-ши?
Кĕтерук (юрлать).
Атăл хĕрне вак касрăм, вак касрăм
Ула пăру шăварма.
Тăвансем патне эп кайрăм, эп кайрăм
Саркаланса юрлама.
Тавсси, Йăкăнат пичче!
Йăкăнат. Тавах, виç курка ĕçрĕн пулсан.
Кĕтерук. Мĕн? Манăн хăлхисем витĕрех мар та.. Хытăрах кала.
Йăкăнат. Виç курка ĕçрĕн пулсан, тавах тетĕп.
Кĕтерук. Э-эй! Виççĕ мар, вунвиççĕ те пулчĕ пуль. Натюш хĕрĕм ывăл ача çуратнă та… Çавăнта чĕнчĕç мар-и! Халь те кĕрĕве калатăп: ах, кĕрÿ, аплах ан ĕçтер- ха, ан ĕçтер-ха, тетĕп. Каплах ĕçсен, мĕнле киле çитĕп тетĕп. Итлемест, пуçран тытсах ĕçтерет. Акă ĕнтĕ, ĕçе-ĕçе юрлаканах пултăм. Эсĕ тата каçпулттипе мĕн туса çÿретĕн кунта?
Йăкăнат. Хусах мар-и, хусах!
Кĕтерук. И-и-и! Пирĕн хусахсем иртрĕç пуль. Ман хамăн та упăшка вилни вунтăватă çул çитрĕ те…
Йăкăнат. Урăх качча кайма шухăш тытман ĕнтĕ эсĕ?
Кĕтерук. Я-ой!
Йăкăнат. Качча кайма шухăшламарăн-и, тетĕп.
Кĕтерук. Çук, çук, вăл шухăша пуçра та тытман.
Йăкăнат. Каймалла пулнă. Çав Захар Ваçлийĕ сана пит качча илесшĕн пулнă, тет те…
Кĕтерук. Арăму вилсен, эсĕ те ман хыççăн пайтах чупрăн та… Ĕç тухмарĕ. Мĕншĕн тесен эп сана лайăх пĕлетĕп. Усал чунлă эсĕ.
Йăкăнат. Эй, калаçать! Кил-ха, лар. Ман санпа пĕр ĕç çинчен калаçмалли пур. Ĕлĕкхине манăпăр ĕнтĕ. (Пĕрене çине кайса юнашар ларать. )
Кĕтерук. Халь мĕн çинчен вакламалли пур тата?
Йăкăнат. Эсĕ хăвах пĕлетĕн, ясное море… Эпĕ нумай калаçма юратмастăн. Тÿррипе каласан, эпĕ кĕçĕр пушмак пăру шырама тухнă.
Кĕтерук. Кай, ан ухмахланса лар! Ĕлĕкхине манăпăр, тет, хăй çавăнталлах туртать.
Йăкăнат. Ара, чим-ха, эсĕ итле.
Кĕтерук. Итлеместĕп те…
Йăкăнат. Чăнах, ара. Хĕрарăмсăр пурăнса тарăхса çитрĕмĕр ĕнтĕ.
Кĕтерук. Кай, сана итлесе ларса…
Йăкăнат. Чăнах, чăнах. Суйса каламастăп. Хĕрарăмсăр пурнăç çав тери йăлăхтарчĕ.
Кĕтерук. Сан ĕнтĕ ывăлу ÿссе çитнĕ, ăна авлантармалла, сана хăвна ун пек шухăша пуçран кăларса пăрахсан та юрать.
Йăкăнат. Итле-ха эс, итле!
Кĕтерук. Кай, кай, кай! Эсĕ мана, ĕлĕкхине аса илтерсе, çылăха кĕртетĕн çеç. (Сăхсăхса. ) Эй, Микул турă, çÿлти турă, каçарсамах çылăха. Эй, турă, каçарсам.
Йăкăнат. Мĕн пакăлтататăн çак эсĕ? Санăн хăлхусем питех шăхăрмаççĕ… Кил-ха, çуммарах лар.
Кĕтерук. Кай, ватсупнă, намăса пĕл. Çынсем курсан тем калĕç. (Тăрать. )
Йăкăнат. Йĕркеллĕ калаçнăшăн кам мĕн калатăр. Ăçта таратăн, лар-ха, лар! (Аллинчен тытать. )
Кĕтерук. Вилсен те лармастăп. (Кайма тăрать. )
Йăкăнат (хăлхинчен). Ку вăрттăн тумалли ĕç…
Кĕтерук (кăшкăрса). Ай-уй! Ват хăрпан, мĕн калаçан?! Намăса пĕл! Ку мана, хăй пуян тесе, пĕтĕмпех çавăрса илесшĕн тем! (Вĕçерĕнсе тарма хăтланать. )
Йăкăнат. Сана мар-çке. Сан аппун хĕрне илесшĕн эпир. Атя-ха, кĕрсе сăмахлăр. (Кĕтерука çенĕкелле туртать. )
Кĕтерук. Эсĕ мĕн, мана чĕр çилом арăм тăвасшăн-и? Хурах, караул! (Тухса тарать. )
Йăкăнат. Вăт, хĕрарăм пулать! Ăнланман хĕрарăмпа мĕн тăвас тетĕн? Аван мар, аван мар пулса тухрĕ. Ха, ĕлĕкхине халь те манман. Ку, Вçелис, ăçта çÿрет-ши? Татах кĕтсе пăхас-и? Е хĕрĕн амăшне шырама хамăн каяс-ши?
Наçтаç (кĕрет). Э-э-э, ара, кунта çын пур тем?
Йăкăнат. Пур-ха пур… Эс каçпулттипе ăçта кайнă тата?
Наçтаç. Кĕçĕр чистиех аптрарăм-ха. Калитке алăкне такам уçа-уçа пăрахать. Малтан ĕне урама тухса кайнă, халь тата пăру таçта çухалнă.
Йăкăнат (юптарса). Пирĕн те хапха алăкĕ уçă пулнă та, пирĕн пушмак пăру таçта кайса çухалнă. Çав пушмак пăрăва шырама тухсаттăм та…
Наçтаç (ăнланса). Э-э-э! Хĕрĕ ку ялтах-и е инçетрисем-и?
Йăкăнат (систерсе). Хĕрĕ ĕнтĕ, çак таврарах пурăнать терĕмĕр те…
Наçтаç. Кай, Йăкăнат Прохорчă, эс мĕн, ман хĕр çинчен калаçмастăн пуль те?
Йăкăнат. Çавăн çинчен калаçса пăхасшăнччĕ те… Халь те евчĕпех сирĕн пата килтĕмĕр…
Наçтаç. Ах, турă. Пирĕн хĕр сире тивĕçлĕ мар пуль?
Йăкăнат. Ун çинчен эпир хамăр пĕлетпĕр. Хĕрĕ килĕштĕрччĕ çех.
Наçтаç. Мĕн калаçатăн, Ивана та тиркесен…
Йăкăнат. Пурлăхĕ енчен хăвăр та куратăр.
Наçтаç. Ăна ĕнтĕ эпир çеç мар, пĕтĕм ялйыш курать.
Йăкăнат. Иванĕ вăл ман… Прикащик вырăнĕнче…
Наçтаç. Çаплах ĕнтĕ, çаплах, ăна та пĕлетпĕр. Сире никам та тиркес çук. Ялта ятлă çынсем эсир ĕнтĕ. Килçурт енчен те… пур енчен те…
Йăкăнат. Манăн халь тесен халь виççĕр пăт тырă йăтăнса выртать.
Наçтаç. Выртать пулмасăр… Сирĕн ун чухлĕ пурах ĕнтĕ, ăна такам та ĕненмелле.
Йăкăнат. Укçа-тенкĕ енчен те…
Наçтаç. Ах, турă! Ман хĕрĕ мĕн шухăшлать-ши?
Йăкăнат. Хĕрĕн ĕнтĕ хăйĕн ирĕкĕ те-ха…
Наçтаç. Кай, ахаль… Пĕртте ĕненес килмест. Тен, эсĕ, Йăкăнат Прохорччă, суятăн пуль?
Йăкăнат. Ак тата! Ясное море! Суять терĕ тата.
Наçтаç. Апла пулсан, эпир капла мар-ха. Чипер йĕркеллĕ пултăр тесен, атя-ха, пÿрте кĕрер, кăштах сăра пекки те пурччĕ… Кунта сăмах татас çук. Этем ретлĕ пултăр.
Йăкăнат. Халь тесен халь кĕмеллеччĕ те, ман евчи таçта кайса çухалчĕ-ха. Кăшт кĕтер-ха.
Вçелиспа Иван кĕреççĕ.
Вçелис. Наçтаç килтех тем? Эп сана шыраса ăçта-ăçта çитмерĕм пуль…
Наçтаç. Эпĕ килтех-ха…
Иван. Аван çÿреççĕ-и, Наçтаç инке?
Наçтаç. Çÿретпĕр-ха чиперех. Вырăн тупса ларăр-ха.
Иван. Эпир ват çынах мар, ура çинче те юрать.
Вçелис. Наçтаç кин. Эпир мĕн ĕçпе килнине чухлатăн пуль тетĕп…
Наçтаç. Калаçкаларăмăр-ха… Халь калатăп-çке… Этем ретлĕ тăвас тесен, пÿрте кĕмелле пулĕ. Атьăр, пÿрте кĕрер.
Вçелис. Малтан хĕрĕпе калаçмаллаччĕ пуль, унсăрăнах ĕçе татас çук.
Йăкăнат. Хĕрĕ килĕшет пуль тетпĕр.
Иван. Мана та тиркесен вара…
Наçтаç. Килĕшмелле, килĕшмелле.
Йăкăнат (Вçелиса). Эсĕ хĕрĕпе сăмахласа пăх-ха, эппин. Эпир пÿрте кĕрер.
Иван (малта утса). Кĕрер.
Йăкăнат. Ăçта малтан утан. Ман хыççăн ут.
Наçтаç. Кĕрĕрех, кĕрĕр. (Йăкăнатпа Иван пÿрте кĕреççĕ. )
Вçелис. Хĕрĕ ăçта-ха сирĕн?
Наçтаç. Ав, пахчаран килет.
Вçелис. Эпир тытăнсан-и? Эпир тытăнсан, пурте пулать. Мухтанса калать тесе ан шутла та, ман пек евчĕ таврара та тупас çук. Тен, тĕнчипе те çук пулĕ. Ку таврара пĕр эпĕ çех!
Наçтаç. Сан пекки çуках ĕнтĕ. (Пÿрте кĕрет. )
Анюк (пахчаран килет). Вçелис инке, лайăх пурăнать-и?
Вçелис. Аванах-ха. Ан васка-ха, хĕрĕм. Ман санпа калаçмалли пур.
Анюк. Калаçасси-мĕнни.
Вçелис. Вăхăт çитнĕ калаçма. Эсĕ ĕнтĕ текех вунçичĕ çулхи мар, ÿссе çитнĕ, хĕр пулнă.
Анюк. Çулĕсем шăваççĕ-ха вĕсем…
Вçелис. Эпĕ калаçас сăмаха каччипе калаçнă терĕ те-ха… Паян эпир сан пата хăтана килсе пăхас терĕмĕр.
Анюк. Килсе пăхни аван-ха вăл. Хăтана килни вăл хĕрĕн ятне çĕклет çеç.
Вçелис. Мĕнле шухăшлатăн эс? Ман шухăшпа каччине нихăш енчен те тиркемелле мар пек.
Анюк. Каччи Иван пуль ĕнтĕ?
Вçелис. Иван пулмасăр. Çав Иван ĕнтĕ сана ытарма çук юратать. Вĕсен пурлăхĕ çинчен калаçмастăп та. Пĕр ялсем, пурте пĕлетпĕр.
Анюк. Ăна пĕлетпĕр-ха.
Вçелис. Эп, хам пулсан, пĕр сăмахсăрах каймалла. Кил-çурчĕ мĕне тăрать, выльăхĕ-чĕрлĕхĕ, лавкки. Лавккине кĕретĕн те — куç алчăраса каять: пусма тăварĕ, шур премĕкĕ, ула пилĕк премĕкĕ. Сан пек пулсан, премĕк çисе кăна пурăнмалла.
Анюк. Премĕкĕсем хамăрăн кооперативра та çителĕклĕ…
Вçелис. Ухмах! Кунта укçасăр, бесплат. Çавна та ăнланаймастăн-и?
Анюк. Ăнланатăп та-ха… Итле-ха, Вçелис инке, Иван вăл мана ĕмĕрех юратса пурăнĕ-ши?
Вçелис. Мĕншĕн апла ыйтатăн?
Анюк. Иван вăл пурăна киле татах пуйса кайĕ, ăна ун чух çамрăкрах арăм кирлĕ пулĕ.
Вçелис. Апла пулмасть. Тĕнчере санран хитре хĕр çук, тет вăл. Сана каçса кайсах юратать. Эсĕ вара ăна пĕр чĕпкĕм те юратмастăн-и?
Анюк. Ним калама та пĕлместĕп.
Вçелис. Кала тÿррипе, юрататăн вĕт?
Анюк. Юратмастăп. Ун çинчен калаçмалли те çук. (Пăрăнса тăрать. )
Вçелис (чĕнет). Наçтаç, Наçтаç! Тух-ха, тух.
Наçтаç (тухать). Мĕскер, ĕç тухрĕ те-им?
Вçелис. Ăçта унта тухма, авă, хĕрÿ еплерех калаçать… Эсир калаçăр, эпĕ пÿрте кĕрем. (Пÿрте кĕрет. )
Наçтаç. Эх, Анюк, мĕн туса хутăн эс? Кам сăмахне итлетĕн?
Анюк. Эпĕ, анне…
Наçтаç. Санпа аннÿ калаçать çав. Кун пек хăтланса мĕншĕн намăса кĕретĕн?
Анюк. Намăс тума эпĕ нимĕнле усал ĕç те туман- çке, анне.
Наçтаç. Çакăн пек каччăна тиркени ырă ĕç пулать-и, э?
Анюк. Камшăн ырă, камшăн усал.
Наçтаç. Çакăн хыççăн Ивансене ман мĕн каламалла халь?
Анюк. Мĕн тăвас тетĕн ĕнтĕ?
Наçтаç. Ых, хальхи хĕрупраç, хальхи хĕрупраç!
Анюк. Анне, Ивана эпĕ пурпĕр каймастăп.
Наçтаç. Мĕншĕн каймалла мар вара, мĕншĕн каймалла мар?
Анюк. Эпĕ тахçанах каланă: Ивана юратмастăп.
Наçтаç. Юратнисем ăçта-ши вĕсем? Хăш ялта-ши?
Анюк. Анне, эсĕ каласан çилленетĕн пуль те…
Наçтаç. Каласа пăх-ха, кала.
Анюк. Çук, каламастăп. Эсĕ вĕсен раттине юратмастăн.
Наçтаç. Тен, юрататăп. Кам таврашĕсем-ха?
Анюк. Хĕрлĕ Çтаппан таврашĕсем.
Наçтаç. Хăшĕ унта?.. Леш Хветĕрĕ пуль-ха?
Анюк. Çавă.
Наçтаç (çилленсе). Памастăп! Хама пуçхĕрлĕ çаксан та, памастăп!
Анюк. Мĕншĕн, анне?
Наçтаç. Юратмастăп эпĕ сан Хветĕрна! Вăл кăмсамол мана пайтах хур кăтартрĕ. Тăватăм çул, продразверстка теççĕ-и çав, çавна пухнă чух, манăн тырă ытлашши тесе, вунă пăт мăкаçее леçтерчĕç. Пĕри, салтак пекки: «Ытлашши илмелли çукрах та пуль», тесе тăрать. Ку кăмсамолĕсем таçтан çăва патĕнчен икĕ михĕ тырра туртса та кăларчĕç. У-у, этем-и вĕсем! Çавна кура халь эпĕ ăна хĕр парса ларатăп-и? Ан та калаç!
Анюк. Эх, анне, анне, халь ĕлĕкхи самана мар-çке ĕнтĕ, пире, çамрăксене те ирĕк памалла.
Наçтаç. «Ирĕк», ман ирĕкрен тухас пулсан, эпĕ сана пĕр çипуç та парса ямастăп, çÿрех янккаса. Хам виличчен киле те кĕртместĕп. Мĕн пуçна усса тăратăн тата? Кĕр пÿрте.
Анюк. Кĕместĕп. (Пăлтăра кĕрсе каять).
Вçелис (пÿртрен тухать). Ну, мĕнле, сан сăмаха та килĕшмест-и? »
Наçтаç. Яхăнне те ямасть.
Вçелис. Эппин, апла мар-ха. Наçтаç аки, эсĕ пĕр кăкшăм сăра ăсса тух-ха.
Наçтаç. Сăри вăл ăсса тухниех пурччĕ-ха… (Пÿрте кĕрет. )
Вçелис. Эпир тытăнсан… Çулăмсăр тĕтĕм кăларатпăр. Çук япалана пур тăватпăр.
Наçтаç (сăра, курка илсе тухать. ) Акă тыт, сăри сĕп-свежи, пĕрре те сÿрĕлмен.
Вçелис. Эсĕ кĕрсе хăтисене хăна ту, эпĕ кунта хамах майлаштаратăп. Хĕрĕ ниçта та кайман пулас-ха… (Куркана сăра тултарать те сăмах калать. ) Кахал каларăшĕпе, сасан пулă палăрăшĕпе, турă хушнипе çĕр çаврăнать— çаврăн, кун таврăнать — таврăн. Хĕвел çаврăнать — çаврăн. Çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче ылтăн вăрман, ылтăн вăрманта ылтăн пÿрт, ылтăн пÿртре ылтăн сакай, ылтăн сакайĕнче ылтăн йăва, ылтăн йăвара ылтăн çăмарта. Çав ылтăн çăмартаран тухнă чăх чĕпписем пек шăкăлтатса пурăнччăр. Тьфу! Тьфу! Тьфу! Çакă çутă тĕнчене тухан ăшă хĕвел мĕнле савăнтарать, çавăн пекех Иванпа Анюк та пĕр-пĕринпе савăнса, шăкăлтатса пурăнччăр. Тьфу! Тьфу! Тьфу! (Куркине лартать те Анюка чĕнет. ) Анюк, Анюк, тух-ха, тух.
Анюк (пăлтăртан тухать). Ну, тата мĕн кирлĕ?
Вçелис. Авланасси, качча каясси вăл пĕрре калаçнипех пулмасть. Атя-ха, лар, тепре калаçса пăхар.
Анюк. Мĕн усси…
Вçелис. Санăн, тен, урăх каччă пур пулĕ те-ха…
Анюк. Тен, пулĕ те.
Вçелис. Эпĕ каччи камне те сисетĕп, мĕнле каччине те пĕлетĕп. Хĕрлĕ Çтаппан ывăлĕ çинчен шухăшлатăн эсĕ. Анчах каччи вăл яла таврăнмасть, тет. Хулара урăх майра тупнă, тет.
Анюк. Суятăн эсĕ, Ивана çураçасшăн калаçатăн.
Вçелис. Эпĕ суятăп-и? Ара, паян тапăра хам куçпа хам куртăм.
Анюк. Кама? Хветĕре-и?
Вçелис. Хветĕре çав.
Анюк. Паян Хветĕр тапăна килнĕ-и вара?
Вçелис. Килнĕ çав. Мана ĕненместĕн пулсан, леш касри Мĕтри арăмĕнчен ыйт, вăл суйкăн çын мар. Иксĕмĕр пĕрле куртăмăр. Апачушки! Пĕр майрана хулĕнчен çаклатнă та пыраççĕ çав, никама та палламаççĕ.
Анюк. Мĕнле… Ăна тапăра курни çинчен никам та каламарĕ-çке.
Вçелис. Ш-и-ш, вĕсене никамах та курман. Вĕсем чеен майлаштараççĕ. Халăх умĕнче çÿремеççĕ, пĕрехмай вăрманта. Уçланкăран йăпăрт тухса пăхаççĕ те каллех вăрмана.
Анюк. Майри çамрăкскер-и вара?
Вçелис. Эпĕ курсах юлаймарăм та, çынсем калаççĕ, майрин пĕр ача пур, теççĕ. Çав майра патне киле кĕнĕ, теççĕ.
Анюк. Ох, ăшчик тулса çитрĕ. Мĕн тăвас? Ăçта-ши сивĕрех шыв?
Вçелис. Мĕн тума шыв? Акă сăра пур. Аннÿ пĕр кăкшăм илсе тухса пачĕ.
Анюк. Кÿр-ха, эппин, ĕçес. (Ĕçет. )
Вçелис. Ĕçех, ачам, ĕç.
Анюк. Аçта кайса пуçа чикес?
Вçелис. Ну, мĕнле? Аннÿсене мĕн тесе калас?
Анюк. Нимĕн калама та пĕлместĕп. (Пахчана каять. )
Вçелис (савăнса ташлакалать). Ĕç тухать, ĕç тухать.
Наçтаç (пÿртрен тухать). Ну, мĕн тата?
Вçелис. Эпĕ ним калама та пĕлместĕп, тет. Хĕр тени вăл эпĕ качча каятăп тесе, нихçан та каламасть пуль. Эпĕ хам та виç хутчен кайса курнă та… нихçан та «каятăп» тесе каламан.
Наçтаç. Çаплах ĕнтĕ, эпĕ хам та «каятăп» тесе каламан. Халĕ ăçта-ха вăл?
Вçелис. Пахчана уçăлма кайрĕ-ха.
Наçтаç. Апла пулсан, мĕн кирлине хатĕрлес. Сĕтелне лаçран илсе тухас, пÿртре пăчă.
Вçелис (чĕнет). Йăкăнат, Йăкăнат Прохорчă, тухăр-ха, пулăшăр.
Иванпа Йăкăнат пÿртрен тухаççĕ.
Иван. Мĕн тумалла, Вçелис инке?
Вçелис. Лаçран сĕтел илсе тухса лартаймăр-и?
Иван. Юрать, Атя, атте. (Иванпа Йăкăнат лаççа кĕрсе каяççĕ. )
Наçтаç. Вçелис, эсĕ пичке пуçласа сăра ăсса тух. Ырă çын патĕнчи пек пултăр.
Вçелис. Юрать, юрать. (Витре илсе каять. )
Наçтаç (сак çине чашăк-тирĕк лартать). Çураçас умĕн пиллес пулсан, ман сĕтел çине хума чăкăт пур-ха. (Татах аса иле-иле. ) Пÿремеч пур… Тата мĕн çитмест-ха? Эй, ара, мансах кайнă, чи кирли çук-çке ман. Пуçламан çăкăр кирлĕ пулать. Ак тамаша! Пускиле кайса илес пулинех. Эх, хĕрарăм тăнĕ мар-и ара? (Каять. )
Иванпа Йăкăнат лаçран сĕтел илсе тухаççĕ.
Йăкăнат. Ну, пирĕн енчен те хатĕр пултăр, эсĕ киле кайса эрех илсе кил-ха.
Иван. Юрать. (Каять. )
Йăкăнат. Тăхлачсем ăçта çухалса пĕтрĕç тата?
Вçелис (сăра ăсса килет). Эпир кунтах-ха, ниçта та кайман.
Йăкăнат. Вçелис кин, сивĕреххине тултарар-ха. Паян кĕте-кĕте пĕтĕм çăвар ăшчикки типсе ларчĕ.
Вçелис (тултарать). Тытăр-ха, ĕçĕр. Кун пек ĕç мая кайнă чухне… (Ташлать. ) Чим-ха, эпĕ çыртмалли илсе тухам. (Пÿрте кĕрет. )
Анюк (Кĕтерука çавăтса кĕрет). Акă, вĕсем халь те кайман.
Йăкăнат. Кайман. Вара мĕн?
Анюк. Хута кĕр, Кĕтерук аппа. Аннене каласа çавăр.
Кĕтерук. Эй, итлĕр-ха. Эсир мĕн тума килнĕ кунта?
Йăкăнат. Хĕр çураçма.
Кĕтерук. Хĕр çураçма? Кама çураçма?
Йăкăнат. Анюка.
Кĕтерук. Паçăр мана çураçасшăнччĕ. Халь тата Анюка çураçасшăн-и?
Йăкăнат. Эпĕ хама валли мар, Ивана валли.
Кĕтерук. Анюк Ивана каймасть. Унăн хăйĕн каччи пур.
Йăкăнат (шăртланса). Мĕншĕн Ивана каймалла мар-ха? Мĕншĕн каймалла мар, тет?
Кĕтерук. Сирĕн пек çĕленсене кам качча кайтăр. Эсĕ ялти çĕлен вĕт, ывăлу та ху пекех.
Йăкăнат. Çĕлен пулса, мĕн турăм-ха эпĕ сана?
Кĕтерук. Мĕн турăм-ха? Упăшка вилсен, эп сана ик çурпилĕк анана çурмалла актартăм та, эсĕ мĕнпур тыррине вырса кĕртрĕн, мана ача-пăчана выçă тăратса хăвартăн. У-у-у! Этем-и эс. Сан пирки пайтах ăша çунтарнă эп. Кулак вĕт эс, кулак проклятăй! Тем çÿллĕш укçа купаласа парсан та, Анюк Ивана пымасть.
Вçелис (кĕрет). Епле пымасть, э? Епле пымасть?
Кĕтерук. Эсĕ тата мĕн йăрккаса çÿретĕн кунта?
Вçелис. Эпĕ ĕçпе килнĕ-ха. Эсĕ ху мĕн тума килтĕн кунта?
Кĕтерук. Сире курма. Эсир мĕнлерех хĕр çураçнине курма.
Вçелис. Эпир çураçăпăр та!
Кĕтерук. Курăпăр-ха, мĕнле çураçатăр.
Вçелис. Эпир çураçнă та ĕнтĕ. Сĕтел хушшине ларса йĕркине тумалла çех.
Кĕтерук. Эпĕ нимĕнле йĕрке те тутармастăп.
Вçелис. Эсĕ кам пулатăн вара?
Кĕтерук. Эпĕ Анюкăн аппăшĕ пулатăп.
Вçелис. Эпĕ хамăр ялта тĕп евчĕ пулатăп… Качча парас, авлантарас ĕçре эпĕ хуçа. Мансăрăн ку таврара никам ывăлĕ те авланман, никам хĕрĕ те качча кайман.
Кĕтерук (кулса). Мана та эсĕ каччă тупса патăн пуль?
Вçелис. Эпĕ, эпĕ, пурне те эпĕ.
Кĕтерук. Паян, акă, нимĕн те пулмасть.
Вçелис. Пулать, пулать. Хĕрĕ килĕшет пулсан, санран ыйтсах тăмăпăр.
Кĕтерук. Хĕрĕнчен ыйтрăн-и-ха?
Вçелис. Ыйтса, калаçса, татăлса. Халь тесен, халь ыйтăпăр. (Анюка. ) Анюк, ачам, Ивана каятăн нуль?
Анюк. Çук, каймастăп.
Вçелис. Каймастăн? Епле каймастăн пулать?
Речитатив:
Вçелис (Анюка).
Кай, кай, Ивана,
Ма каймастăн Ивана?
Унтан лайăх пуян каччă,
Чаплă каччă,
Ятлă каччă,
Ялта тупаймастăн.
Кĕтерук (Вçелиса).
Кай, кай, темесен те.
Хăй те кайма пĕлет вăл.
Ăна савать, ăна илет
Урăх каччă.
Хÿхĕм каччă,
Сарă каччă Хĕветĕр.
В ç е л и с.
«Сарă каччă?.. Хĕветĕр?.. »
Ай, култарса вĕлертĕр!
Килĕ-çурчĕ çап-çара.
Хăй те таçта çăварă…
Анюк çавна кайтăр-и,
Куççуль тăкса лартăр-и?
Кĕтерук.
Çав куштансен пурлăхĕ —
Ялти халăх хурлăхĕ.
Анюк савмасть пуяна.
Тем тусан та,
Тем парсан та,
Анюк каймасть Ивана.
Иван (эрех илсе килет те сĕтел çине лартать). Мĕн пулнă тата? Анюк мĕншĕн макăрать?
Вçелис. Халь тем шухăш тытнă тата. Сана качча пымастăп, тет.
Иван. Пымастăп, тет?
Вçелис. Çапла, тет.
Иван (Анюка). Анюк, юратнă чунăм. Мĕн пулчĕ тата?
Анюк. Кай кунтан. Эпĕ сана юратмастăп. (Пăлтăра кĕрсе каять. )
Иван. Мĕнле-ха капла?
Кĕтерук. Çаплах.
Йăкăнат. Иван, кайрăмăр киле. Кунта эпир кĕлмĕçленме килмен.
Иван. Атте, эпĕ ăна юрататăп-çке…
Йăкăнат. Ут, тенĕ сана. Кунта намăс курса тăрас мар. (Кĕтерука. ) Сана, сана-и-и… Çакăн пек ĕçе пăснăшăн ахаль хăвармастăп. Лекет сана манран. (Ивана. ) Атя, ут!
Наçтаç кĕрет, аллинче пуçламан çăкăр.
Наçтаç. Эсир ăçталла тата?
Йăкăнат. Киле. Унтан тепĕр хĕре çураçма каятпăр. Сирĕн хĕртен пин хут лайăхраххине.
Йăкăнатпа Иван каяççĕ.
Наçтаç. Ара, чимĕр-ха, мĕншĕн тиркетĕр тата? (Хыççăн каять. )
Вçелис. Вĕсем тиркемеççĕ. Санăн хĕр Ивана тиркет.
Кĕтерук. Эсĕ татах элеклесе тăратни кунта? Кай килне!
Вçелис. Каятăп. Сана ман çула пулнăшăн тара тытсах хĕнеттеретĕп. Тьфу! Эсремет пуçĕ. (Каять. )
Кĕтерук (ăсатать). Атя, атя, яра пар. Таси паха… (Каять. )
Наçтаç (кĕрет). Мĕн пулса тухрĕ капла? Акă ял кулли! (Анюка пăлтăртан сĕтĕрсе тухать. ) Мĕн туса хутăн эс, шуйттан хĕрĕ. (Тытса силлет те çÿçрен сĕтĕрет. )
Анюк. Ах, анне!..
Наçтаç. Ан кăшкăр. Чим эп сана. Текех киле кĕртместĕп. Каях ăçта кирлĕ çавăнта. (Пурте кĕрсе каять. )
Анюк (юрлать).
Ах, Анюк, ах, мĕскĕн Анюк,
Мĕн-ма саншăн пĕр телей те çук?..
Пауза. Инçетре вăйă юрри илтĕнет. Вăйă юрри-кĕввипе малалла юрлать.
Тантăшсем вăйăра савăнаççĕ.
Вĕсемпе юнашар — тусĕсем.
Маншăн çеç лăпкă мар-çке каçĕ,
Йăл кулмаççĕ-çке çут çăлтăрсем.
Тен, вăл маннă.
Тен, савман та.
Тен, эп айăплă хамах?..
Ĕмĕтре яланах эп унтаччĕ,
Вăл майлăччĕ ялан çырура…
Кам-ши, кам пире уйăрчĕ ячĕ
Шур хута каснă пек çурмаран?
Тен, вăл маннă,
Тен, савман та,
Тен, эп айăплă хамах?
Ма курмасăр,
Калаçмасăр
Çунтаратăн чунăма?..
Ах, Хветĕр, Хветĕр…
Урамра вăйă сасси илтĕнет. Сцена хыçĕнчен хор такмакласа юрлани илтĕнет.
Хĕрлĕ саппун аркине те
Штăкла тытма кирлĕ мар.
Пирĕн çамрăк чĕрере те
Сулхăн тытма кирлĕ мар.
Шĕшкĕ тĕми айĕнче те
Çырла курăк илемлĕ.
Пирĕн çамрăк ĕмĕрте
Çĕн самана илемлĕ.
Йăлтăр-йăлтăр курнаканĕ
Атăл шывĕ мар-ши çав?
Пире ырлăх параканĕ
Совет влаçĕ мар-ши çав?
Анюк. Кам патне каяс-ши? Аçта кайса чуна пусарас?!
Наçтаç (тухать). Ăçталла тата? Паянтан пуçласа вăйă таврашне ура ярса ап пуснă пултăр. Кер пÿрте!
Анюк пÿрте кĕрет. Урамра вăйă юрри вăйланать.
Чаршав
Иккĕмĕш пайĕ
Тăкăрлăк. Сип-симĕс çерем. Сцена варринче, виççĕмĕш планра, мунча ларать. Мунчана кĕмелли алăкĕ ку еннелле. Алăкран пуçласа карта тăрăх пĕренесем купаланса выртаççĕ. Пахчаран шурă пĕркенчĕк витĕннĕ улмуççисемпе чие йывăç тураттисем карта урлă урамалла кармашаççĕ.
Сылтăм енче, малти планра, ватăрах çĕмĕрт ларать, унпа юнашар — тунката. Тÿлек те лăпкă каç. Аякра юрă илтĕнет. Анюксен килĕнчен Вçелис васкаса тухать. Пÿрт кĕтессинче пытанса тăнă Иван ăна хирĕç пулать.
Иван. Ну, мĕнле?
Вçелис. Амăшĕ хирĕç мар.
Иван. Питĕ лайăх. Халь ĕнтĕ Анюка вăйă ачисенчен хăпăтса илме тăрăш. Эпир тăкăрлăкра пулатпăр.
Вçелис. Юрать. (Каять. )
Иван (йĕри-тавра пăхкалать, унтан икĕ пÿрнине çăвара чикет те шăхăрать). Эй, Куçан!
Куçан мунчаран сиксе тухать.
Куçак. Эп кунтах!
Иван. Илтрĕн-и?
Куçак. Илтрĕм.
Иван. Халь ĕнтĕ мĕн тумаллине пĕлетĕн-и?
Куçак. Пĕлетĕп. Анюка вăрламалла.
Иван. Тс-с… с! Вăйăран таврăннă чух сыхласа тăмалла та… ак çак тутăрпа çăварне раз хуплатăп та тăрантас çине!..
Куçак. Пĕлетĕп. Куркаланă. Пыр ярăнать. Тепĕртак сыпсан, пит лайăх пулмалла та…
Иван. Халь те ÿсĕртерех. Кĕçĕр ĕç тухсан, куç курми пуличчен ĕçтеретĕп.
Куçак. Ĕç тухмасан?
Иван. Мĕнле «ĕç тухмасан»? Кăларас пулать. Асту! Эсĕ ман патра тăранса пурăнатăн.
Куçак. Ан хăра. Ман алăран вĕçерĕнеймĕст.
Иван. Çапла кирлĕ те. Ме, тĕпĕнче юлнине ĕçсе яр, эппин. (Эрех кăларса парать. )
Куçак. То-тă çав. (Ĕçет. )
Иван. Ну, Анюк, çураçма килсен намăс кăтартнăшăнах асăнтарăп-ха сана пĕрре алла илсен. Вĕрентĕп манпа хирĕçме!
Куçак. Пĕрре ампара хупса хурсан, пĕтрĕ вара хирĕçесси.
Çамрăксем юрласа килни илтĕнет.
Иван. Чим, вăйă ачисем кунталла килеççĕ.
Куçак. Чăнах та… Мĕн тăвар?
Иван. Пытан. Кунта ларма шутлаççĕ пулсан, мĕнле те пулин хăваласа яма тăрăш.
Куçак. Мĕнле майпа?
Иван. Шухăшласа туп. Анюк вĕсемпе пулсан, калаçтарса тытса юл. Эпĕ тăрантасне тăкăрлăкра кĕтсе тăрăп. Васка.
Куçан мунчана кĕрсе каять. Иван тăкăрлăка кайса çухалать. Çамрăксем юрласа тухаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем пĕрене çине лараççĕ. Анюк та вĕсемпех.
Петĕр. Хĕрсем! Ачасем! Атьăр пĕр-пĕрне сутмалла вылятпăр!
Лисукпа Анюк. Атьăр, атьăр, вылятпăр.
Марье. Тупнă çав сутмалли вăйă…
Петĕр. Мĕн, сана Кукша Матвине сутасран хăратăн-им?
Марье. Хăвна тата, Пăртуç карчăккине тупса парсан.
Миша. Çук, Марье. Петĕре эпир санах тупса парас тетпĕр-ха…
Марье. Питĕ кирлĕ пуль…
Миша. Хăв ак, мĕншĕн хĕрелсе кайрăн-ха?
Михала. Чăнах та! Марье кама юратнине тинех пĕлтĕмĕр. (Марьене хăвалать. Марье тарать. )
Сутмалли вăйă кĕвви юрлама пуçлаççĕ. Анюка Ивана сутсан, Анюк кÿренет те юрлама пăрахать.
Миша. Анюк, мĕн пулчĕ сана?
Лисук. Çавăншăнах тем кÿренмелли пур.
Петĕр. Э-э! Анюкăн хулара Хветĕр пур-çке!
Марье. Яла килмест, тет, çав вăл…
Миша. Кам калать?..
Марье. Анюкран ыйтăр.
Миша. Чăнах-и, Анюк?
Анюк. Эпĕ ăçтан пĕлем.
Марье. Хуларан яла камăн килес килтĕр. Килес çул хамăн та вĕренме каяс-ха.
Миша. Килес çул хамăр ялтах ултă çул вĕренмелли шкул уçăлать.
Марье. Пулин. Хула — хулах çав вăл! Виçĕмкун совпартшкулăн студенчĕсем мĕнлерех юрăсем вĕрентсе хăварчĕç!
Миша. Чăнах та, атьăр вĕсем вĕрентсе хăварнă юрра юрлар. Анюк, пуçла.
А н ю к (юрлать).
Хура тутăр, хура тутăр кĕтессине
Пирн ят нихçан, пирн ят нихçан ан ÿктĕр.
Пурте.
Кив йăлапа, кин йăлапа пурнасси те
Пирĕншĕн текех, пирĕншĕн текех ан килтĕр.
Анюк.
Хурăн турта, хурăн турта хуçăлчĕ те,
Вренĕ турта, вренĕ турта сыпăнчĕ.
Пурте.
Кив самана, кив самана ишĕлчĕ те,
Çĕн самана, çĕн самана пуçăнчĕ.
Анюк.
Ыр ут юртать, ыр ут юртать — çул юлать те,
Ыр çын килет, ыр çын каять — ят юлать.
Пурте.
Кивĕ пурнăç, кив пурнăç пĕтнĕшĕн те
Камах уншăн, камах уншăн хуйхăрать.
Наçтаç (чÿрече уçса). Кур-халĕ вăл, намăса пĕлменскер, урамра та юрласах çÿрет-мĕн. Анюк, Анюк, тетĕп!
Анюк. Мĕн, анне?
Наçтаç. Час кĕр пÿрте!
Миша. Мĕншĕн ун пекех, Наçтаç инке. Эпир çĕнĕ юрă вĕренетпĕр.
Наçтаç. Сирĕн ĕç çук. Хамăн хĕрпе хамăн ирĕк.
Миша. Апла ирĕксĕрлеме халĕ ĕлĕкхи самана мар-çке.
Наçтаç. Сирĕнпе кăмсамолсемпе çÿресен… Çитĕннĕ, текех ача-пăча ăсне пăрахсан та юрать. Час кĕр пÿрте. (Чÿречене хупать.)
Миша. Мĕн пулнă Наçтаç пикене?
Петĕр. Ак сана кив самана юлашки?
Миша. Эсĕ, Анюк, ан пăшăрхан. Эпир комсомолецсем, аннÿпе ÿкĕте кĕртетпĕрех. Мĕн вăл, сана питĕрсе усрас тет-им!
Анюк. Ан та шутлăр ÿкĕтлеме. Пурпĕрех вăл сире итлес çук. Ман хамăн та вăйă выляма кăмăл çук паян.
Миша. Мĕн эсĕ, Анюк?
Марье. Хĕрсем, каяр урăх çĕре.
Петĕр. Мĕн эсир, хăраса ÿкрĕр-и? Пуçлар вăййа çĕнĕрен. Хитре кĕвĕ каласан, чул чĕре те ирĕлет.
Пиçнĕ-пиçмен çырлашăн та,
Пиçнĕ-пиçмен çырлашăн
Чĕрес çакса ан тухăр. (2 хут)
Уснĕ-ÿсмен хĕрсемшĕн те,
Уснĕ-ÿсмен хĕрсемшĕн
Лаша кÿлсе ан тухăр. (2 хут)
Хура шăрçа хушшине те,
Хура шăрçа хушшине
Йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. (2 хут)
Пуян хĕрĕ теейсе те,
Пуян хĕрĕ теейсе
Пуç ывăтса ан çÿрĕр. (2 хут)
Çук çын хĕрĕ теейсе те,
Çук çын хĕрĕ теейсе
Пуçа усса ан çÿрĕр. (2 хут)
Хор (алă çупса).
Эсир-и, эсир-и
Пире ташша чĕнтĕр-и;
Эпир ташша тухсассăн та,
Çĕр чĕтресе тăтăр-и!
Тăпăр-тăк! тапар-и,
Çил кăларса ташлар-и!
Атă кĕли айĕнчен те
Çиçĕм çиçсе тăтăр-и?
Тăпăр-тăк! тутарса
Атьăр ташлар ăмăртса,
Юлаканне, ывнаканне
Хăварар-и пăрахса!
Сарă хĕр, чипер хĕр,
Вĕçтер пурçăн тутăрна;
Вăй картине чупса кĕр,
Суйла сарă каччуна.
Савни, теп, савни, теп.
Кĕçĕр килне ан кĕр, теп;
Кĕçĕр килне кĕмесессĕн.
Анне валли кин кĕртеп.
Мунчаран тухатмăш пек тумланнă Куçан сиксе тухать. Вăл çамрăксене хăратса шăпăрпа хăвалать. Хĕрачасем тараççĕ. Арçын ачасем Куçака тытаççĕ: «Шыва пăрахас!» тесе йăтса тухса каяççĕ. Куçан çухăрать. Каччăсем кулаççĕ. Анюк калинкке патне çитсен, шухăша кайса чарăнса тăрать.
Анюк. Марье те калать, вăл яла таврăнмасть, тет. Чăнах та манчĕ-ши вăл мана? Çулталăк çитет ĕнтĕ пĕрпĕрне курманни. Юлашки каç çак пĕренесем çинче ларсаттăмăр. Пĕр-пĕрне ĕмĕрне пăрахмастпăр тесе, сăмах парсаттăмăр. Эх, Хветĕр, Хветĕр! Вăйăра та кичем, киле те кĕрес килмест. (Юрлать.)
Çăлтăрсем сÿнеспе,
Шурăмпуç çутипе
Вĕçсе кайрĕç çÿлтен
Кайăк хур картисем;
Савнă тусăм хăçан килет-ши,
Вăл мана чунтанах савать-ши? —
Ыйтрăм та, каламарĕç вĕсем…
Миша чупса килет.
Миша. Анюк!
Анюк. Мĕн, Миша?
Мунча кĕтессинче Куçан курăнса çухалать.
Миша. Хветĕр таврăннă.
Анюк. Чăнах-и? Ăçта куртăн?
Миша. Халь çеç. Килне кĕрсе тухатăп та кунта килетĕп, терĕ, сана систерме хушрĕ. Эсĕ часах тух вара..
Анюк. Юрать. (Миша каять. Анюк килне кĕрет.)
Мунча хыçĕнчен Куçан сиксе тухать.
Куçак. Авă мĕн… Хветĕр таврăннă! Халех Ивана кайса пĕлтерес.
Чупать, ăна хирĕç тухакан Праские пырса çапăнать.
Праски. Куçан!
Куçак. Эх, эсремет. Эсĕ-çке ку, Праски. Хăратсах пăрахрăн. Мĕн туса çÿретĕн эсĕ кунта?
Праски. Куçан, эсĕ Ивана курмарăн-и?
Куçак. Курман. (Чупса каять.)
Праски. Эх, ăçта кайрĕ-ши ман Иван? (Ун-кун пăхса шыракалать те пĕренесем çине ларать.) Лавккине хупсанах пирĕн хапха тĕлне пыратăп, терĕ хăй. Виçĕ сехет кĕтсе лартăм, пымарĕ. Ах, чĕрем, çунса кайрĕ ĕнтĕ, кăмрăк пулчĕ, кĕл пуласси кăна юлчĕ. Мĕн тăвас-ши ĕнтĕ ман? Хамăн айван пуçăма ăçта кайса чикем-ши? (Юрлать.)
Кайрăм Карăк вăрманне
Мăйăр пур тесе,
Тупаймарăм шĕшлине
Çур кун çÿресе.
Тупаймарăм,
Аваймарăм,
Татаймарăм мăйăрне.
Саврăм сарă каччăна,
Пурăнтăм шанса.
Юратмарĕ вăл мана,
Кайрĕ пăрахса.
Ма тиркерĕ,
Ма илмерĕ, –
Ма пăрахрĕ-ши, чăнах?..
Ах, Аçта çÿрет-ши Иван?
Хветĕр (кĕрет). Сторовă, Праски! (Алă парать.) Мĕн пулнă сана, ма йĕретĕн?
Праски. Ах, Хветĕр, ман Ивана курмарăн-и?
Хветĕр. Курман. Мĕн тăватăн унпа?
Праски. Кĕçĕр пирĕн ума пыратăп, терĕ те, пымарĕ.
Хветĕр. Эсĕ халь те качча кайман-и-ха?
Праски. Каяс тенĕччĕ те, хама майли тупăнмарĕ çав.
Хветĕр. Мĕнле-ха апла? Пуян çын хĕрĕ валли каччă тупăнман. Эп сана Иван качча илет тенине илтнĕччĕ.
Праски. Ĕлĕкрех çаплаччĕ те…
Хветĕр. Халĕ урăхла-и?
Праски. Халĕ хăйĕн хыççăн уттарсах чуна илет. Кам пĕлет ăна. Ах, ăçта, хăш вырăнта çÿрет-ши?
Хветĕр. Килĕнче пулĕ?
Праски. Килĕнче çук çав… Урăххине юратса ан пăрахтăр, тетĕп-çке. Эпĕ хам йывăр пирки хăвăрт утаймастăп, вăл мана пĕрехмай хăй хыççăн уттарать. Эсĕ ĕнтĕ, Хветĕр, вĕреннĕ çын. Аслă çын. Çав Иванпа пĕрлешме пулăш-ха, э?
Хветĕр. Эсĕ ăна нумайранпа юрататăн-и вара?
Праски. Вунă çул çитет ĕнтĕ. Анчах Иванĕ çак Анюка юратать, теççĕ. Туйĕ те кĕçех пулмалла, теççĕ.
Хветĕр. Иккĕшĕн-и?
Праски. Иййа! Çав Иван ĕнтĕ ялта çулăхман хĕр хăвармарĕ. Кайса шырам-ха.
Хветĕр. Шыра-ха, шыра.
Праски. Ăçта çÿрет-ши ман Иван? (Каять.)
Хветĕр. Анюк мĕншĕн тухмасть-ха? Ниушлĕ Праски чăн каларĕ? Ĕненес килмест.
Иван кĕрет.
Хветĕр. А-э, Иван Чернов! (Алă тытма тăрать.)
Иван (мăнкăмăллăн аллине тăсса). Эпĕ-ха, эпĕ.
Хветĕр. Аван чупатăн-и?
Иван. Сиккипех.
Хветĕр. Халĕ те суту-илÿ тăватăр-и-ха?
Иван. Кĕрлеттеретпĕр кăна.
Хветĕр. Чăн-чăн хупсанах тухса кайрăн пуль ĕнтĕ?
Иван. Купсанах тухайман та-ха. Эсĕ кунта нумайлăха-и?
Хветĕр. Вĕренсе пĕтертĕм.
Иван. Ĕçлеме яла килтĕн пуль?
Хветĕр. Кунта. Вулав çуртне.
Иван. Хресчен ĕçне пăрахасшăн, эппин? Малаллах туртăнатăн?
Хветĕр. Вĕренес пулать. Унсăрăн юрамасть. Эсĕ малалла вĕренес пирки мĕнле шухăшлатăн?
Иван. Малалла? Мĕн тума? Тăватă çул вĕреннĕ, çитет.
Хветĕр. Унашкал эпĕ те совпартшкул пĕтертĕм те, сахалтарах.
Иван. Мĕн тăвас текех вĕренсе? Тепри вĕренни те ман чухлĕ пурăнаймасть. Учительсем те ман чухлĕ тумланаймаççĕ. Кун пек лавкка тытнипе пурăнма пулĕ.
Хветĕр. Лавккисем сирĕн вăхăтлăха çеç. Малашне кооперативсем вăйланса пыраççĕ.
Иван. Сирĕн, комсомолсен, ялан пĕр юрă… «Кооператив, кооператив!»
Хветĕр. Эс мĕн тетĕн: вăйланаççĕ те, çирĕпленеççĕ те. Сирĕн пек нэпмансен кунçулĕ пĕтет ĕнтĕ.
Иван. Эс мĕн! Мана хăратасшăн-им? Халь пĕрре шăхăратăп çех! Эп сана!.. (Аллипе хăмсарать.)
Хветĕр (Ивана алинчен тытса чарать). Çыхланса пăх-ха! (Тĕртсе ярать.)
Иван. Кĕлмĕç! Яла килнĕ-килмен хăратма! Тупăннă комсомол! Çăварне парсан, пырши курнать. Вĕçкĕн! Сĕлĕ арпи! (Каять.)
Хветĕр. Чăнах та кунта-мĕн ку Иван. Мĕн тума килсе тухрĕ-ха вăл кунта? Тен… Çук… çук. Анюк ун пек пулас çук. Мĕншĕн халĕ те тухмасть-ха вăл?
Анюк чупса тухса.
Анюк. Хветĕр!
Хветĕр. Анюк!
Анюк. Эсĕ таврăнасса кĕтсе илейместĕп пулĕ тенĕччĕ.
Хветĕр. Мĕншĕн, Анюк?
Анюк. Каламалли питĕ нумай. Эсĕ таврăнмастăп тенĕ сасă тухрĕ те ялта…
Хветĕр. Ун пекки асра та пулман. Халĕ те çитнĕ çитмен сана курма васкарăм.
Анюк. Пĕрре те ĕненес килмест.
Хветĕр. Ĕнен, Анюк.
Анюк. Ĕненетĕп. (Юрлаççĕ.)
Анюк.
Ирĕн-каçăн эп сана кĕтеттĕм,
Пĕр самант тухмарăн асăмран.
Асăнать-ши, асăнмасть-ши, теттĕм,
Таврăнмасть пуль, теттĕм, хуларан.
Хветĕрпе Анюк.
Акă халь эс ман (эп сан) умра, савниçĕм,
Епле мантăр чĕрене чĕре?!
Кăмăла тек хуçмăп эп.
(Кăмăлна эс тек ан хуç), савниçĕм,
Халь манпа (санпа), манпа (санпа), эс (эп) ĕмĕре.
Хветĕр.
Сахал мар пуль чĕрене çунтарнă,
Сахал мар-çке кĕтнĕ çак куна;
Юрату хама çунатлантарнăн
Чунтанах васкарăм сан патна.
Хветĕрпе Анюк.
Кĕтни çитрĕ-çке тинех, савниçĕм,
Епле мантăр чĕрене чĕре?!
Юрату çунатлă вăл, савниçĕм,
Эс манпа (эп санпа), манпа эс (санпа эп) ĕмĕре.
Хветĕр. Эпĕ эс тухасса кĕтсе ывăнтăм кĕçĕр, Анюк.
Анюк. Эп сана çулталăк кĕтрĕм…
Хветĕр. Юрĕ-çке, юрĕ ĕнтĕ. Эсĕ мана каламалли пит нумай, терĕн.
Анюк. Каламалли пит нумай. Анчах кĕскен калама та пулать.
Хветĕр. Мĕн? Инкек пулман пуль те?
Анюк. Инкек çав, Хветĕр.
Хветĕр. Мĕн апла?
Анюк. Эсĕ вĕренме кайсанах Иван ман çума çыпçăнма пуçларĕ. Утăм та утма памасть.
Хветĕр. Мĕншĕн апла хăтланать-ха вăл?
Анюк. Качча илесшĕн. Анне те хирĕç мар.
Хветĕр. Эсĕ ху мĕн шухăшлатăн?
Анюк. Ах, Хветĕр, мĕншĕн апла ыйтатăн? Юратни ман пĕр эсĕ çех. Çав кулак чĕппине качча кайиччен е шыва сикетĕп, е ĕмĕрлĕхех килтен тухса таратăп.
Хветĕр. Ниçта сикме те, тарма та кирлĕ мар. Ун пекех хĕсĕрлеççĕ пулсан, ыранах каяр та çырăнар. Килĕшетĕн-и?
Анюк. Килĕшетĕп.
Хветĕр. Ларар. (Лараççĕ.)
Анюк. Нумайлăха килтĕн-и?
Хветĕр. Пуçĕпех. Малашне эпĕ избача кĕрес тетĕп.
Анюк. Хамăр яла-и?
Хветĕр. Ара.
Анюк. Аван.
Хветĕр. Ну, ялта мĕнле хыпарсем пур? Комсомол ячейки чылаях ÿсрĕ пуль?
Анюк. Уснĕ пуль. Эпĕ çÿремен, пĕлместĕп. Сергейсен Санюкĕ тата Михайловсен Ваççи кĕнĕ, терĕç.
Хветĕр. Эсĕ?
Анюк. Мĕн эпĕ?
Хветĕр. Эсĕ халĕ те комсомола кĕмен-и?
Анюк. Çук, кĕмен.
Хветĕр. Мĕншĕн тата?
Анюк. Анне ман…
Наçтаç (чÿречерен). Анюк! Анюк пур-и çавăнта? Шыв ăсса килмеллеччĕ…
Анюк. Ой, анне. Мана чĕнет. Ман каймалла.
Хветĕр. Кăштах тăхта ĕнтĕ. Çулталăк çитет пĕр пĕрне курманни. Чун уçăлмалăх калаçар-ха.
Анюк. Кай, пĕрре те ĕненес килмест. Тĕлĕкри пекех туйăнать. Мĕнле килме пĕлтĕн?
Хветĕр. Сана, сана курма васкарăм, Анюкăм?
Анюк. Ну, ман каймалла, васкатăп.
Хветĕр. Ыран эппин…
Анюк. Ыран, Хветĕр.
Хветĕр. Нимĕн чухлĕ те улшăнман эсĕ. Çук, улшăннă. Халĕ эсĕ тата хитререх.
Юрлаççĕ.
Кĕтни çитрĕ-çке тинех, савниçĕм,
Епле мантăр чĕрене чĕре?!
Юрату çунатлă вăл, савниçĕм,
Эс манпа (эп санпа), манпа эс (санпа эп) ĕмĕре.
Чÿрече уçăлать. Хветĕрпе Анюк пÿрт кĕтессине пытанаççĕ.
Наçтаç сасси. Анюк! Анюк тетĕп. Пăх-халь, çĕр çăтманнă.
Анюк. Халех, анне, халех. Ну, эпĕ кĕрем.
Хветĕр. Ыранччен, чунăм. (Каять.)
Наçтаç (тухса). Кампа ларнă-ха вăл кунта? Каллех пĕр-пĕр кăмсамол пулĕ-ха! Ав, каять. Ах, антихрист! «Çĕнĕ юрă вĕренетпĕр-çке»! Вĕрентĕп эпĕ сире çĕнĕ юрă. Ни турри çук, ни шуйттан çук вĕсемшĕн. Кăмсамол! (Кĕрсе каять.)
Иван чупса кĕрет.
Иван. Куçан! Ăçта эс?
Куçан чупса кĕрет.
Куçак. Эпĕ сана шыратăп.
Иван. Мĕн пулчĕ?
Куçак. Хветĕр таврăннă!
Иван. Пĕлетĕп.
Вçелис чупса кĕрет.
Вçелис. Иван, пĕтрĕмĕр!
Иван. Мĕн пулчĕ?
Вçелис. Хветĕр таврăннă.
Куçак. Пĕлетпĕр.
Вçелис. Мĕн тăвар?
Иван. Васкас пулать.
Вçелис. Наçтаç инкепе вăратар. (Чÿречерен шаккать.) Наçтаç инке! Наçтаç инке! Вăран-ха, вăран!
Наçтаç (чÿречине уçать). Кам, ара, ку?
Вçелис. Эпĕ-ха, Анюк пÿртре-и?
Наçтаç. Пăлтăра тухса выртрĕ.
Вçелис. Çунатпăр вĕт.
Наçтаç. Çунатпăр? Пушарĕ ăçта?
Вçелис. Хветĕр таврăннă!
Иван. Кĕçĕр ĕç тухмасан, Анюк Хветĕр патне вĕçме пултарать.
Куçак. Ыран çырăнма каяс, терĕç. Хам илтрĕм.
Наçтаç. Çав кăмсамола хĕр парса ларатăн-и?! Ăна париччен ват хĕр пулса лартăр, памастăп.
Иван. Эиир ăна кĕçĕрех илсе каяс терĕмĕр. Эсĕ хирĕç мар пулĕ?
Наçтаç. Вăл ун пек шут тытнă пулсан, илсе кайăрах. Эпĕ хирĕç мар. Хулăм укçине чиксе килтĕн-и?
Иван. Акă, виççĕр! (Укçа парать.)
Наçтаç. Эпĕ курман-илтмен. Таси паха. (Чÿречине хупать.)
Иван. Вçелис, эсĕ Анюка пăлтăртан, калаçмалли пур тесе, çавăтса тух. (Вçелис каять.) Куçак, эсĕ, сыхла, ан тарт. Ансăртран Хветĕр килсе кансĕрлес пулсан, акă сана сасăсăр пăшал. (Çĕçĕ парать.) Çурăмĕнчен яшт! тутар та — никам та пĕлес çук. Май килсен, Хветĕрсен çурчĕ çинче хĕрлĕ автан ташлаттарсан та пăсмастчĕ те, ăна кайран. Кооперативĕ-мĕнĕпех кĕл туса вĕçтерсе ярăпăр. Эпĕ кÿлнĕ лашине çавăрса килетĕп. (Чупса каять.)
Куçак. Ах, пыр ярăнать. Наçтаç пикен пулмалла та çав..
Килкартинчен Анюк чупса тухать.
Наçтаç (чÿрече уçса). Ăçта, ăçта каятăн, чарусăрскер! Ара, Вçелис калаçса пăхмалли пур, тет, ав.
Анюк. Вçелис инкепе ним çинчен калаçмалли те çук ман. (Кайма тăрать.)
Наçтаç. Ăçта таран?!
Куçак (пытанса тăнăскер, Анюк умне тухса тăрать). Ниçта та тартмастпăр!
Анюк. Ах, Иван тарçи! Мĕн тăватăн кунта?
Куçак. Хурал тăратăп.
Анюк. Хурал? Мĕне хурал тăратăн?
Куçак. Ан хăра. Эпĕ çула май çеç. Пĕрре ларсах калаçса пăхас килет-те ман…
Анюк. Ларар. (Лараççĕ.)
Куçак (кĕсйинчен тутăр кăларса). Килĕшмелле пек-и çак тутăр?
Анюк. Питĕ чаплă-çке.
Куçак. Пĕркенсе пăх-ха. (Анюка тутăрпа витет.)
Анюк. Эсĕ ку тутăра мана парнелес теместĕн пулĕ те…
Куçак. Тен, парнелетĕп. Ах, пыр ярăнать. Мухмăр касать. Наçтаç пикен пулмалла та çав…
Анюк. Пур, пур. Кăмака хыçĕнчех ларать.
Куçак. Вăл ларать пулĕ те… Кĕрсен, эсĕ тарасран хăратăп.
Анюк. Тармастăп. Çакăнтах кĕтсе ларатăп. Калаçмалли пур, терĕн те…
Куçак. Пур çав. Эсĕ çакăнтах лар вара. (Пÿрте кĕрсе каять.)
Анюк (сиксе тăрса.) Ах, мĕн шут тытнă-ши кусем? Ăçта каяс? Кама калас? (Кайма тăрать. Хветĕрне Кĕтерук хирĕç пулаççĕ.)
Анюк. Ах, Кĕтерук! Хветĕр!
Кĕтерук. Мĕн пулчĕ, Анюк?
Анюк. Ивансем тем усал шухăш тытнă пулас. Евчи пÿртре, аннепе ларать. Тарçи, Куçакĕ, мана хурал тăрать.
Кĕтерук. Апла сана вăрласа кайма килнĕ вĕсем. Тăкăрлăкра Ивансен лаши кÿлнипех тăрать.
Хветĕр. Вăрлама? Вăл тискер йăла халĕ те пĕтмен-и? Эп вĕсене халех…
Кĕтерук. Чимĕр-ха, чимĕр. Эпĕ вĕсене пĕрре мăшкăл тăвам-ха. Çав çĕр çăтман нэпмансене ĕмĕр тарăхтарса пурăннăшăнах намăс кăтартам. Кÿр-ха тутăрна.
Анюк. Мĕн тăвасшăн эсĕ?
Кĕтерук. Хамăнне хам пĕлетĕп. Эсир вĕçтерĕр кунтан. Ыран ирхине кайса çырăнăр та туй тăвăр.
Хветĕр. Анюк, эсĕ мĕнле?
Анюк. Килĕшетĕп.
Хветĕр. Кайрăмăр. (Анюкпа Хветĕр каяççĕ. Кĕтерук Анюк тутăрне пĕркенсе пĕрене çине ларать.)
Куçак (чÿрече уçса пăхать). Ларать, тарман-ха, эпĕ халех. (Чÿречине хупать, унтан урама тухса Кĕтерук çумне ларать. Хăй самаях ÿсĕрĕлни паллă.) Манран тараймăн, çывăрса кайнă-мĕн… (Тем юрлать.)
Тăкăрлăкран — Иван, килкартинчен Вçелис чупса тухаççĕ.
Иван. Куçак! Куçак! Шуйттан! Мĕн туса ларатăн. Йăт хăвăртрах. Çăварне хупла.
Куçак Кĕтерука, çăварне хупласа, йăтса тухса каять. Ун хыçĕнчен Иванпа Вçелис каяççĕ.
Тепĕр енчен çамрăксем чупса тухаççĕ.
Петĕр. Ачасем, Анюка вăрласа кайрĕç вĕт! Атьăр хыççăн!.. Хăтарар Анюка! (Хыççăн чупаççĕ.)
Чаршав
Виççĕмĕш пайĕ
Йăкăнат килкартийĕ. Сулахай енче ампар. Сцена варринче (виççĕмĕш планта) лаç. Лаçра Праски эрех юхтарать. Пахча картисем урлă тĕрлĕрен йывăç тураттисем усăннă. Ирхине. Хĕвел тухман-ха. Пĕр енче сĕтел ларать, сĕтел йĕри-тавра — тенкел-пукансем.
Чаршав уçăлнă вăхăтра виç-тăватă хĕрарăм тата Куçак хĕрсех туй юрри юрлаççĕ.
Эй, тесен, туй тесен,
Çва шăтăкне сикĕпĕр.
Тупса пар-ха тесессĕн,
Хĕр мар — ылтăн тупăпăр.
Хветĕр, Хветĕр терĕç те,
Шик! шăхăрса юлчĕ-çке.
Ой, кинĕм, Анюк кин,
Пирĕн кинех пултăн-çке.
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать,
Шыв юхать те тăкăнать.
Пуян ачи туй тăвать,
Евчи кĕпе тăхăнать.
Ĕç-ха, ĕç-ха, тенĕ чух
Ма ĕçес мар, савнас мар,
Пуян туйне тунă чух
Ма юрлас мар, ташлас мар!
Иван пÿртрен пăшал илсе тухать.
Иван. Инкесем, тăхлачсем, эсир пÿрте кĕрсе апат-çимĕç хатĕрлĕр-ха. (Хĕрарăмсем юрла-юрла кĕрсе каяççĕ.) Куçак, ме, тыт, лайăх хуралла. (Пăшал тыттарать.) Хĕре тартсан, пуçна пăрса тататăп.
Куçак (пăшалне илсе). Тартмастăп, каларĕ тейĕн. (Ампар умне ларать, Иван пÿрте кĕрсе каять.) Ха, алра пăшал пур чухнех хамăн пуçа таттармăп-ха сана. (Анасласа çывăрса каять.)
Хĕрсемпе каччăсем, карта урлă кармашса, картишнелле пăхаççĕ. Речитатив
Хĕрсем.
Ах, хăвăртрах пĕлесчĕ;
Вĕсем килсе çитнĕ-ши?
Килсе çитнĕ пулсассăн,
Анюк тантăш мĕнле-ши?
Каччăсем.
Çук, çук, халех çитес çук,
Вĕсем кайрĕç тавраран.
Хĕрсем.
Çитиех пулсан? Ах, Анюк?
Кĕлете хупрĕç пулсан?..
Каччăсем.
Хупрĕç пулсан, мĕн вара,
Пит хăрасах тăмăпăр:
Култармастпăр Анюкран,
Халех кĕрсе çăлăпăр!
Хĕрсем.
Кнлнĕ! Пĕтрĕ халь йăлтах.
Акă, кĕлет умĕнче
Йытти ларать хуралта,
Пăшалĕ те аллинчех.
Каччăсем.
Ак тамаша, мĕн курар,
Атьăр, хурах кăшкăрар.
А-ах, ху-ра-ах!
Куçан (вăранать). Кам унта? (Пурте пытанаççĕ. Васкамасăр пырса пăхать те каллех ампар умне кайса ларать.) Эх, пĕр-пĕр хусах арăм патне киле кĕнĕ пулсассăн, çакăн пек çапкаланса çÿремен пулăттăм та… Кая юлтăм пулас. Унтри арăмĕсем кам-кам патне киле кĕртесшĕн пулмарĕç хама. Якур арăмĕ патне кĕртесшĕн пулчĕç, ватă тесе тиркерĕм. Унтан Лариван арăмĕ мана питĕ юрататчĕ. Каçсерен аш кукли çиме чĕнетчĕ. Кунта киле кĕрсен, ĕçлесех вилес пулать, терĕм, хăрарăм. Анаткасри Касьян арăмĕ те пурччĕ те… Ачи-пăчи сак тулли. Ун пек çĕре кам пырса кĕтĕр.
Лаçран Праски тухать те сĕтел патне пырать, темскер илет те каллех лаçа кĕрсе каять.
(Куçан ун çине ăмсанса пăхса юлать.) Эх! Çак Праскиех пит кăмăла каять те… Юратмасть пуль çав… (Ампар умне выртса çывăрса каять.)
Иван (пÿртрен тухать те лаç патĕнче ĕçлекен Праски патне пырать). Ну, Праски, сан мĕнле унта, лайăх шăнкăртатать-и?
Праски. Шăнкăртатать, çунăк тути каламасть!
Иван. Асту, хаяр юхтарнă пултăр. Тул çутăлса килчĕ ав: халех куккасем килсе çитме пултараççĕ. (Пÿрте кĕрсе каять. Праски ун çине тарăхса пăхса юлать.)
Праски (юрлать).
Сана çеç саватăп, терĕ.
Сăмахпа мул купаларĕ,
Мăшăрăм эс пулăн, терĕ…
Çылăха та хăй пĕлмерĕ,
Куç кĕретĕн улталарĕ…
Эх, ухмах, ухмах! Çак Ивана вунă çул хушши юратса пурăниччен çак Куçăках качча тухмалла пулнă та. (Куçак патне пырать те ачашшăн тĕртет.) Куçа-ак.
Куçак. Кай! (Праски татах тĕрткелесе вылять.) Кай, теççĕ сана.
Праски. Куçак, сана кунта пĕччене кичем мар-и?
Куçак (кĕвĕçсе). Кай Ивану патне.
Праски. Нихăш те юратмаççĕ. (Юрлать.)
Халь кунта та ĕç ăнмарĕ,
Тин ăçта кайса кĕрес ман?
Эп çын мар-им, эп çын мар-им,
Мĕншĕн ман телей пулмарĕ,
Пуянни те пулăшмарĕ…
(Лаçалла каять.)
Миша (карта урлă сиксе каçать.) Праски! Праски! Кил-ха кунта.
Праски. Эсĕ-çке ку. Мĕн кирлĕ сана?
Миша. Эсĕ çав Куçака ăçта та пулин кунтан ăсат-ха.
Праски. Мĕн тума?
Миша. Эпир кунта читлĕхри кайăка çăлма килтĕмĕр.
Праски. Чăнах-и? Апла пулсан… (Миша пытанать.) Хама качча илменшĕнех тавăратăп-ха эп ăна. (Ампар патне çывхарать.)
Куçак (пуçне çĕклесе). Эй, эй! Ăçта çывхаран? Юрамасть.
Праски. Мĕншĕн юрамасть?
Куçак. Пĕлетни мĕнле кайăк ларать кунта?
Праски. Ман ампара кĕмелле. Мана четвĕрт кĕленчи кирлĕ.
Куçак (Праски çине пăшалĕпе тĕллесе). Вилес килет пулсан, çывхар. (Праские тĕллесе хăваласа пырать, лешĕ, хăраса, пуканпа хÿтĕленет.)
Праски. Эй! Эй! Куçак, ан хăтлан, ан хăтлан, тетĕп!
Куçак. А-а, хăрарăн-и?
Праски. Эпĕ сана юри хăтланать тесе.
Куçак. Эпĕ нихçан та юри хăтланман.
Праски (йăпшăнса ун патнелле пырать). Суятăн.
Куçак. Хăçан суйрăм эп? Кама суйрăм?
Праски. Мана.
Куçак (çывăха ямасăр). Мĕн тесе?
Праски. Эсĕ мана пĕрре ярмăрккăран килнĕ чух çав тери çепĕç сăмах каларăн.
Куçак (кăмăлне хытарса). Мĕн терĕм?
Праски. Праскиçĕм, эп çана ытарма çук юрататăп, терĕн. Çав сăмаха та суйса каларăн-и вара?
Куçак. Суйман!..
Праски (йăпшăнса пырать). Ой, Куçак… Эпĕ те сана юрататăп та… (Çывхарать.)
Куçак. Эй, эй! Ан çывхар.
Праски. Мĕншĕн, Куçак. Эпĕ сана çав тери юрататăп-çке.
Куçак. Суятăн эсĕ. Хĕрсем малтан «юрататăп» теççĕ те, хăйсем кайран юратмаççĕ те.
Праски (ачашшăн). Каларăм-çке-ха сана…
Куçак. Кай-кай-кай! Ан мăшкăлла! Мана хĕрсем юратмаççĕ. «Вĕлтĕрен çинчи» теççĕ. Анне мана армана кайсан тупнă, тет.
Праски. Ой, Куçак, эпĕ вĕлтĕрен çинчисене пушшех юрататăп. (Куçака ыталаса илет те кăтăклать, Куçак пăшалне алăран пăрахса ярать, ăна Праски ярса тытать.)
Куçак. Эй, эй! Ан хăтлан! (Пăшалне Праскирен туртса илет.) А-а-а! То-тă! Кай, ан чăрмантарса çÿре, пуç ыратать ман — мухмăр.
Праски. Мухмăр?
Куçак. Вилетĕп мухмăрла.
Праски. Эс, Куçан, апла пулсан атя-ха лаçа, пĕрер стакан хурса тух.
Куçак. Мĕн, чăнах та пур-им?
Праски. Халь, ав шăнкăртатса юхать.
Куçак. Ах, питĕ аван пулнă пулĕччĕ те… Анчах кунтан пăрахса кайма… Э-э, çук! Хĕре тартсан, Иван пуçа касать.
Праски. Эпĕ сана юратса калатăп-çке, атя.
Куçак. Хĕрĕ тухса тарсан…
Праски. Тармасть…
Куçак. Кĕрсе пĕрер стакан хурас-ши чăнах.
Праски. Атя, атя, хăвна юратса калатăп.
Куçак. Э-э, çук! Хĕрĕн савнийĕ çăра уççийĕ тупса килĕ те…
Праски. Килмест, килмест. Кунта килме хăрать вăл. Кĕрсе ĕç. Сана хăвна хĕрхенсе калатăп. Кунта хамах хураллатăп.
Куçак. Пĕрер стакан ĕçес-им апла? Эсĕ-лайăх хуралла вара.
Праски. Юрать, юрать. (Куçака лаççа кĕртсе алăкне питĕрет.) Эпĕ алăкне çаклатам-ха, сана никам та ан куртăр. (Каччăсене чĕнет.) Эй! Эсир ан çывăрăр унта!
Карта урлă пур енчен те хĕрсем-каччăсем шăппăн каçса кĕреççĕ.
Миша (Праские). Иванĕ ăçта?
Праски. Пÿртре, ÿсĕр вăл.
Миша. Кĕлетне питĕрнĕ-и?
Праски. Питĕрнĕ.
Миша. Уççи санра çук-и?
Праски. Çук çав.
Хĕрсемпе каччăсем. Ак тамаша, мĕн тăвар-ха, Анюка епле çăлăр?
Хĕрсем. Шухăшлăр-ха!
Каччăсем. Шухăшлăр-ха!
Хĕрсем. Чăн та питĕрнĕ пулсассăн,
Çăрине епле уçар?
Каччăсем. Шухăшлăр-ха!
Хĕрсем. Шухăшлăр-ха!
Каччăсем. Тупас пуртă, тупас тимĕр,
Хирсе ватас çăрине!
Хĕрсем. Чимĕр, чимĕр!
Каччăсем. Чимĕр, чимĕр!
Сÿтес кĕлет тăррине!
Хĕрсем. Чимĕр, чимĕр,
Чимĕр, чимĕр,
Ватса-сÿтсе айхашни
Комсомола тивĕç мар.
Каччăсем. Эппин, мĕнле хăтарар?
Х ĕ р с е м. Шухăшлăр-ха!
К а ч ч ă с е м. Шухăшлар-ха!
Хĕрсем. Хурланать пуль-ха Анюк,
Тек йĕрет пуль-ха Анюк...
Каччăсем. Тем пулсассăн та, паллах,
Пирĕн ăна çăлмаллах.
Пурте. Мĕн тăвар-ха, мĕн тăвар,
Мĕн тăвар-ха, мĕн тăвар?!
Пÿртре Иван кăшкăрашни илтĕнет. Хĕрсем тухса тараççĕ. Каччисем юлаççĕ.
Миша. Ах, Хветĕр мĕншĕн час çитеймерĕ. Атьăр, Анюкпа калаçса пăхар…
Пурте. Чăнах та, калаçар-ха.
Миша (кушак шăтăкĕнчен).. Анюк, Анюк!
Ваççа. Эх, мăнтарăн Анюкĕ. Тĕттĕм çĕрте мĕнле чăтса ларать-ши? Мĕн çинчен кăна шухăшламасть-ши?
Миша. Юратман çынпа мĕнле пурăнас, тет-ши? Анчах эпир ăна кунта хăвармастпăр, мĕнле те пулин ман тупса çăлатпăрах. Анюк! Анюк тетĕп.
Ваççа. Нумай шухăшласа ларнипе чирлесе каймарĕ-ши? Анюк!
Кĕтерук сасси. Кам, ара, ку?
Миша. Эпĕ, Качака Михали.
Кĕтерук сасси. Такана Михали?
Миша. Качака Михали, Михаил Козлов.
Ваççа. Тата Тăрна Ваççи.
Кĕтерук. Мĕн кирлĕ сире?
Миша. Эпир кунта сана хăтарас тесе килтĕмĕр.
Кĕтерук. Мĕн тесе?
Мишапа Ваççа харăс. Хăтарас тесе!
Кĕтерук. Мана хăтарма кирлĕ мар! Ахалех тăрмашса çÿретĕр.
Миша. Сана ирĕксĕр лартса килнĕ-çке-ха? Ниушлĕ эсĕ кунтах юлас тетĕн?
Кĕтерук. Кĕçĕр нумай шухăшларăм та, кунтах юлас терĕм.
Миша. Юратсах килтĕн-и вара?
Кĕтерук. Юратса-и, юратмасăр-и… Пĕрре лартса килнĕскер, кунтах, турă çырнипех, пурăнас терĕм.
Миша (хăй тĕллĕн). Ак, ĕçсем мĕнле иккен! Эпир тапаланса çÿретпĕр… Сана урăх каччă хытă юратать вĕт?
Кĕтерук. Ыттисене шансах каймастăп эпĕ. Халĕ ĕнтĕ ку ăшă вырăнтан тем парсан та тухмастăп.
Миша (тарăхса). Ак ăçта вăл тĕлĕнмелли. Миçе çул пĕр-пĕрне юратса пурăнчĕç те… Халь туртасем каялла иккен! Ну, кун хыççăн ĕмĕрне пĕр хĕре те ĕненместĕп.
Ваççа. Эпĕ вĕсене нихçан та ĕненмен. (Кайма тăраççĕ.)
Урамран Пĕтер васкаса кĕрет.
Миша. Эсĕ ăçта çÿретĕн халиччен?
Петĕр. Председателе кайса чĕнтĕм. Халех килет.
Миша. Эсĕ чĕнтĕн пуль те, анчах усси пулас çук.
Петĕр. Мĕнле «пулас çук»?
Мишапа Ваççа харăссăн. Анюк кунтах юлатăп, тет.
Петĕр. Кунтах юлатăп, тет? Мĕнле-ха апла? Вăл Ивана юратсах килнĕ-ши вара? Хĕр вăрлассине ятне кăна тунă-ши?
Мишапа Ваççа харăссăн. Кам пелет. Пĕрре килнĕскер, кунтах юлас тетĕп, тет.
Петĕр. Суятăр пуль эсир? Анюк апла калама пултарайман.
Ваççа. Мана ĕненместĕн пулсан, Мишаран ыйт.
Миша. Мана ĕненместĕн пулсан, Ваççаран ыйт.
Петĕр. Хветĕре пĕлтермеллеччĕ… Ой, вăл хĕр чĕри! Мĕн чухлĕ çамрăк вĕсемшĕн чĕрине çунтармасть-ши? Çук, эп унпа хам калаçса пăхатăп.
Кушак шăтăкĕ патнелле пĕшкĕнме кăна ĕлкĕрет, урамран Йăкăнат килсе кĕрет.
Йăкăнат. Кунта мĕн тăваççĕ? Кăнтăр кунчех çаратаççĕ! Хурах! Куçан! Ăçта çав эс? Ун пăшал пурччĕ. (Ампар алăкĕ умне хăпарса тăрать.) Хурах, çаратаççĕ!..
Петĕр. Кам сана çаратать?! Эпир Анюка ирĕке кăларасшăн çех. Эсир ак, намăса çухатнă ирсĕрсем, хĕрарăма выльăх вырăнне хуратăр. Çыхса пăрахса тăрантас çине хуратăр та, киле çитсен, кĕлете хупса лартатăр.
Йăкăнат. Эсĕ пире уншăн айăплаймастăн. Вăл ĕлĕкрен йăли çапла.
Петĕр. Ĕлĕкхи йăласем текех çук. Халь Совет влаçĕ! Эсир çаплах çынсен ĕнси çинче ярăнасшăн! Хĕрарăмсене халь те чура вырăнне усраса мăшкăлласшăн. Çу-ук! Эпĕ хам юлташăн хĕрне сирĕн алла памастăп, халех кĕлете уçнă пултăр! Унсăрăн пурĕпĕр уçатпăр.
Йăкăнат. Эсĕ мĕн? Ман кĕлете çăра ватса кĕресшĕн-и? Сире валли суд çук тетĕр-и?
Петĕр. Эпир сире хăвăра суда паратпăр.
Йăкăнат. Пире мĕншĕн суда памалла?
Петĕр. Хĕрĕн чысне вараланăшăн! Эх, намăса çухатнă ирсĕрсем.
Йăкăнат. Эпĕ ирсĕр-и?
Петĕр. Ирсĕр! Нэпман, мĕскĕн кулак!
Йăкăнат. Кулак? Ку сăмахпа эс пире хăратаймастăн. Пире суту-илÿ тума ирĕк панă. Ман патент пур. Халех илсе тухса кăтартатăп.
Петĕрпе юлташĕсем. Патент, патент! Илсе тух уççине! (Йăкăната, аллинчен туртса, пÿртелле сĕтĕреççĕ.) Илсе тух уççине.
Йăкăнат. Уçмастăп. (Вăшт кăна сĕтел айне кĕрсе тарать. Каччăсем сĕтелне илсе лартаççĕ — вăл татах тепĕр хут сĕтел айне кĕрсе пытанать.)
Çак вăхăтра Мишăпа юлташĕ карта урлă чĕнни илтĕнет.
Пĕри. Миша! Миша! Килĕр-ха. Эпĕ Анюка куртăм. Халь çеç Якрав куккăшĕсем патнелле кайрĕ.
Миша. Анюках пулчĕ-и вара! Паллаймарăн пуль?
Пĕри. Хам куçпа хам куртăм. Чăнах, чăнах.
Петĕр. Эсир халь çеç Анюкпа калаçрăмăр, темерĕр-и?
Миша. Калаçрăмăр.
Ваççа. Ăçтан тухса тарма ĕлкĕрчĕ пуль.
Миша. Юмахри пекех ку.
Петĕр (юлташне). Чăнах та Анюках пулчĕ-и?
Пĕри. Ĕненмест тата?!
Миша. Мĕн вăхăтра тухса тарма ĕлкĕрчĕ пуль.
Петĕр. Апла пулсан, мĕн туса тăратпăр кунта? Кайрăмăр! (Пурте каяççĕ.)
Йăкăнат (сĕтел айĕнчен). Хурах! Çаратаççĕ! (Пуçне кăларса пăхать те никам та çуккине курсан, тухать, паттăр çын пек тыткалать.) Тухса тарнă хайхисем. То-тă! Пирĕнпе çыхланма пайтах тăвар çимелле! Лашана ан тивччĕр тата унта. (Урама тухать.)
Праски (васкаса чупса кĕрет те лаçа уçса Куçака çавăтса тухать, ампар умне пырса лартать). Куçак, Куçак! Вăран-ха эс, вăран! Ашшĕ таврăннă! (Лаçа каять.)
Иван пÿртрен тухать.
Иван. Куçак, ну мĕнле, хĕре тартмарăн-и?
Куçак. Çук, Иван Игнатьевич, тартман.
Иван. Нимĕн те шарламасть-и?
Куçак. Çук, шарламасть.
Иван. Мĕнле шутлатăн эс, кĕлетрен кăларсан, вăл каялла тармĕ-ши?
Куçак. Тармасть. Хĕрсен тарма йăли çук.
Иван. Çук, тарать. Эсĕ пĕлетĕн, вăл мана юратмасть.
Куçак. Тарать пулсан, паянах туй тăвас пулать.
Иван. Тĕрĕс калатăн, туй тусан, тарас çук.
Йăкăнат (урамран кĕрет). Ну, мĕнле, Иван, чиперех-и?
Иван. Чиперех.
Йăкăнат. Мĕнле шутлатăн, ырансенче туйне тумалла пуль?
Иван. Эпĕ паянах тăвасшăнччĕ.
Йăкăнат. Мĕншĕн паянах?
Иван. Хăçанччен кĕлетре усрамалла-ха?
Йăкăнат. Пурăнать.
Иван. Çитермелле-çке ăна. Апат çиме кăларсан, тарма пултарать.
Йăкăнат. Çиме кăларас мар.
Иван. Мĕнле-ха апла?
Йăкăнат. Çитерес.
Иван. Мĕнле майпа?
Йăкăнат. Авă, кушак шăтăкĕнчен. Эпĕ санăн аннÿне те виçĕ талăк хушши кушак шăтăкĕнчен тăрантарса усрарăм.
Иван. Çапах та туйне паянах пуçлас. Унсăрăн вăл тарса кайĕ тата.
Йăкăнат. Паян пулсан, паян пултăр. Вăй пур. Эсĕ, эппин, Рижка çине утлан та куккусене чĕнме вĕçтер. Паянах килччĕр.
Иван. Юрать, атте. (Каять.)
Йăкăнат. Куçак, эсĕ тур лашине сĕлĕ пар.
Куçак (юрласа каять). «Ах, шеремет тур лаши ялан сĕлĕ юратать».
Йăкăнат (хăйне хăй). Лайăх кин пулать. Ĕçчен! Хутла пĕлет! Туй йĕркине тусанах эпĕ ăна хам лавккана приказчик лартатăп.
Лаçран Праски тухать.
Ну, Праски, малашне пирĕн хамăрăн хуçа майри пулать. Ку таранччен пире пулăшнăшăн турă телей патăр сана.
Праски. Иван мана качча илет тесе, эпĕ сирĕн патăрта тарçă пек ĕçлерĕм. Кашни кун ĕне суса патăм, хура-шуррине тасатрăм. Халь ĕнтĕ хитре, çамрăк хĕр тупрăр та, эпе кирлĕ мар пултăм-и? Атте вилсен, мана кин тăватпăр тесе, мĕн пур пурлăха хăвăр алла çавăрса илтĕр. Пилĕк çул хушши эпĕ сирĕн патăрта кин пек ĕçлесе пурăнтăм. Пулăшрăм сире, йытă пичĕсене. Качча илмерĕр пулсан, пилĕк çул ĕçленĕшĕн тавай укçа!
Йăкăнат. Памастăп.
Праски (çилленсе). Тавай укçа! (Йăкăнат кайма тăрать. Праски, хуса çитсе, ĕнсерен тĕртсе антарать те çухавинчен ярса тытать, çурăмĕнчен чĕркуççине пусать.)
Йăкăнат. Куçак, путь свидетель. Чĕр çилам укçа илет. Хурах! Путь свидетель!
Праски. Ан кăшкăр! Эп санран хăрамастăп. Ĕлĕкрех пирĕн атте те санран каях пулман. Халь мĕн, санран хăраса тăраççĕ терĕн-им? Ах, кулак, проклятăй. Эсĕ мĕн, халь ĕлĕкхи влаç терĕн-им?! (Ампар умĕнче выртакан пăшала ярса тытать.) Мана тĕппипе çаратрăн та халĕ манран кулма-и? Хур укçине сĕтел çине!
Йăкăнат (хăраса). Паратăп, паратăп. Пăрах пăшална, пăрах, пăрах! Персе яма пултарать, икçĕр тенкĕ, виççĕр тенкĕ паратăп, акă, ме. (Праские астарса, сĕтел çине укçа хурать, Праски укçана ярса тытма тăрсанах Йăкăнат ун аллинчи пăшала туртса илет, укçине те каялла кĕсйине чикет.)
Праски. Ах, эс манран çапла мăшкăллама-н? Кулак, проклятăй! Эпĕ халех вулăса кайса пĕлтеретĕп. Халех чупатăп. Кулак, проклятăй! (Каять.)
Йăкăнат. Куркаланă эпир сирĕн пеккисене.
Ампартан «хĕр» шаккани илтĕнет.
Кĕтерук сасси. Эй, кам, ара, унта? Уçăр-ха, уçăр!
Йăкăнат. Иван киличчен ларах ĕнтĕ, халех хăнасем килсе çитмелле.
Кĕтерук. Типсе вилетĕп кунта. Пĕр çăвар шыв ĕçтерсемччĕ, эппин.
Йăкăнат. А-а, шыв-и? Парас, парас. Халех, халех паратăп. Ха, шыв ĕçес килнипе, чăнах та, пырĕ типнĕ пулас, сасси те йăлтах улшăнса кайнă. (Лаçран куркапа шыв ăсса тухса Кĕтерука кушак шăтăкĕнчен парать.) Ме, ĕç. Анчах эсĕ ан кÿрен. Пирĕн йăли çапла. Эпĕ хамăн арăма та венчете кайиччен виçĕ талăк çакăн пек кушак шăтăкĕнчен тăрантартăм.
Кĕтерук. Алăкне уçса тĕнче çутине кăтартсамччĕ эс мана.
Йăкăнат. Ай-ай, уçсан тарса каятăн вĕт эсĕ?
Кĕтерук. Мĕн?
Йăкăнат. Уçсан тарса каятăн, тетĕп.
Кĕтерук. Çук, тармастăп. Эпĕ ĕнтĕ самай шухăшланă хыççăн тарас мар терĕм. Мĕнле пулсан та кунтах, турă çырнипех, пурăнас терĕм.
Аякран шăнкăрав сасси тата çынсем шавласа килни илтĕнет.
Ак хайхи Иван та çитес çĕре çитсе килчĕ. Туй пуçламалла.
Иван сасси. Т-р-р-р! Стой! Лашăрсене тăварăр.
Хăнасем кĕреççĕ.
Атте, куккасем патне çитрĕм. Микула йыснасне те, пурне те чĕнтĕм. Пурне те хампа пĕрлех илсе килтĕм.
Йăкăнат. Юрать-ха, юрать апла пулсан. Ăçта çав пирĕн хĕрарăмсем. Калас, сăрисене ăсса тухччăр.
Иван (пÿрте кĕрет). Халех.
Пÿртрен хĕрарăмсем çăкăр-тăварпа тухса сĕтел патне пухăнаççĕ. Килнĕ хăнасене сăра ĕçтереççĕ.
Йăкăнат. Хĕрне илсе тухса туличчен пичке пуçлас та йĕркине тăвас. (Пичке пуçлаççĕ. Хăнисене курка тыттараççĕ, юрлаççĕ.)
Кĕреке юрри:
Алран кайми аки-сухи, (2 хут)
Асран кайми ати-ани,
Ай-яр-ай-яр…
Аки-сухинчен уйрăлас çук, (2 хут)
Ати-анине, ай, манас çук,
Ай-яр-ай-яр…
Асран кайми пĕлĕш-тантăш, (2 хут)
Пуринчен пахи пускил, ял-йыш.
Ай-яр-ай-яр…
Ай, ĕçер-и, ай, çияр-и, (2 хут)
Виличчен пĕрле, ай, пурнар-и!
Ай-яр-ай-яр…
Хăта. Йĕрке турăмăр. Халĕ туйне пуçлама та юрать. (Ташă пуçласа парать.) Ташлăр, юрлăр, пирĕнтен ирĕк.
Туй юрри:
Туя туй пек тăвар-и,
Юр шек шурă тăвар-и?
Туя начар тумашкăн
Пирĕн кинĕ начар мар.
Шурти шурă мулкачне
Хăй турăран тытрăмăр:
Çакăях та нянине
Хăй лайăхран илтĕмĕр.
Карта хыçне кантăр акрăм
Кантăрĕ пур, пуси çук.
Йыснаçăмах Иван пур,
Пĕвĕ пур та, ăсĕ çук.
Турта валли хурама
Суйларăмăр тÿррине.
Хамăр валли кин тума
Суйларăмăр хитрине.
Хăта. Халь ĕнтĕ хĕрне илсе тухас та пиллес.
Йăкăнат. Иван, уççи санра-и?
Иван (пÿртрен уçă илсе тухса хĕрарăмсене парать). Инкесем, Анюка уçса кăларăр-ха, астăвăр, хытă тытăр, ан тартăр.
Хĕрарăмсем ампара пĕркенчĕк илсе кĕреççĕ.
Халăх юрлать.
«Час тапранса час тух, кин, (2 хут)
Час тапранса тухмасан,
Çын таврашне тухать, тет».
Йăкăнат (умри çынсене). Хура халăх, яш-кĕрĕм, килкартине кĕрсемĕр. Кĕрсе кăмăл тусамăр.
Çынсем кĕреççĕ.
Ват çын. Çапла пулмасăр. Ĕлĕкрен йăли çапла.
Йăкăнат. Ну, сĕтел çинче мĕн кирлĕ пекки пурте пур. Хĕрне кăларас.
Иван (ашшĕне). Атте, тарса каймĕ-ши?
Йăкăнат. Тармастăп, тет. Эп калаçрăм. Турă çырнă пулсан, çакăнтах ĕмĕрлес пуль, тет. (Ампар умне пырать.) Инкесем, çавăтса тухăрах.
Хĕре пĕркенчĕк пĕркентерсе çавăтса тухаççĕ, юрлаççĕ. Сĕтел тавра пĕрре çаврăнаççĕ те, Иванпа Çĕнĕ çын чĕркуçленсе лараççĕ, ашшĕ сăмах калать.
Телейлĕ пулăр. Ялти сăмаха киле килсе ан калăр, килти сăмаха ял çине ан сарăр. Ваттисене хисеплĕр. Ача-пăчаллă пулăр. Иккĕн выртса, виççĕн-тăваттăн тăмалла пултăр. Ну, çитĕ ĕнтĕ, тăрăрах.
Кĕçĕн çынсем тăрсан вĕсене валлн черккесем хатĕрлеççĕ, чĕркки ăшне укçа яраççĕ. Кĕçĕн çын — Кĕтерук — хĕр йĕрри юрлать.
Кай, кай, терĕç, Ивана.
Кай, кай, терĕç, Ивана.
Хам каясшăн пулманччĕ,
Вăйпах илсе юилчĕç-çке!
Каччин-каччин качаки,
Юплĕ турат мăйраки…
Ман упăшка пуласси
Çав качака хăраххи
(Юрланă çĕртех ÿсĕрет.)
Кхм-кхм!
(Юрласа пĕтерсен, Кĕтерукпа Ивана черккесем тыттараççĕ. Кĕтерук ĕçме тесе алла тытать те пĕркенчĕке хăвăрт уçать.) Тавсси!!!
Пурте (тĕлĕнеççĕ). Ай-уй! Ку Анюк мар-иç!
Хĕрсем. Ку Кĕтерук инке вĕт!
Иван (ăнланма хăтланса). Анюк мар?! Кам тата? Ой! Намăс! Атте, пуçа ăçта кайса чикес?!
Çамрăксем юрлаççĕ:
Ай, пултарать, пултарать,
Пирĕн Иван авланать.
Чипер Анюк вырăнне
Шăлсăр карчăк туянать.
Ой, Иван пултарать,
Туй тăвать те çуй тăвать,
Хĕр вырăнне карчăк илсе,
Пĕтĕм яла култарать.
Иван. Чарăнăр! Мĕнрен кулатăр? Тухса кайăр ман килкартинчен! Эсир мĕн курман кунта? Марш! (Кĕтерука.) Сана мĕн кирлĕ тата?
Кĕтерук ампара кĕрсе тарать.
(Иван, сĕтел çине йăванса, çÿçне-пуçне тăрмалать.) Халăх.
Ой, Иван, ой, Иван,
Намăсна ăçта хуран?
Тинех хăмлу шăтрĕ-им,
Тинех шалчу тулчĕ-им?!
Мĕн пулса иртнине ăнланман Куçан урамран килсе кĕрет те халăх юрланă ‘Май ташлама тытăнать.
Иван (Куçака). А-а-а! Савăнатăн? Эс мĕншĕн савăнатăн? (Çухавинчен ярса тытать те ампар умнелле тĕртсе ярать.) Эп сана мĕн терĕм? Сыхла, терĕм-и?
Куçак. Халь те сыхларăм.
Иван. Анюк ăçта?
Куçак. Кунтах.
Халăх кулать.
Иван. Хĕр ăçта, тетĕп?
Куçак. Кунтах тетĕп.
Халăх кулать.
Иван. Эп сана кÿптертĕм, килтертĕм те, эс манран кулма-и? Эсĕ мана çапла тав тăватăн-и, люмпен, шуйттан! Тен, эсĕ халь вĕсене сутăнтăн? Ак сана! (Çапма тăрать, ăна халăх чарать.) Кам çипуçне тăхăнса çÿретĕн? Кам аттине тăхăнса çÿретĕн? (Хăрах аттине хывса илет те унпа Куçака çапма тăрать. Халăх Ивана ярса тытать те аяккалла тĕксе ярать.)
Праски чупса кĕрет.
Праски. Куçак, мĕн пулчĕ? Кам сана?
Куçак. Ак, Иван! Урари атта та хывса илчĕ. (Хаяррăн.) Ы-ы-ы! Кулак, нэпман.
Праски (Куçакпа харăсах, иккĕшĕ те сĕтел патне пырса, сĕтеле çапса Ивана вăрçаççĕ). Кулак, проклятăй! (Куçака.) Куçак, ан кулян, ман аттен атти пурччĕ. Атя хам пата, сур çавсем çине! (Иккĕшĕ харăс.) Ы-ы! Кулак, нэпман, у-у! шуйттан!
Халăх (юрлать):
Ой, Иван, эс пуян,
Атя тепĕр туй тăвар,
Кĕтерук та пымасан,
Катемпине çураçар.
Ой, Иван пултарать,
Туй тăвать те çуй тăвать,
Хĕр «ырăнне карчăк илсе,
Пĕтĕм яла култарать.
Иван. Ой, намăс! Мĕн тери намăс! Мĕн тăвас? Ăçта кайса пуçа чикес? (Ампар патне пырса.) Ы-ы-ы! Шуйттан карчăкки!
Наçтаç чупса кĕрет.
Наçтаç. Эх, ял кулли! Эх, ял кулли! Чипер килĕшнĕ çĕртен тарса юлма кам вĕрентнĕ-ши ман хĕре… Каçарсамах мана, Иван кĕрÿ.
Иван (Наçтаçа). Эсĕ, шуйттан амăшĕ, кама сутрăн Анюка?! Вĕлереп!
Наçтаç. Ай, турух! Хурах! (Тухса тарать. Иван ун хыçĕнчен чупать.)
Хăтасем. Иван, чарăн! Чарăр ăна! (тесе, вĕсем хыççăн тухса чупаççĕ).
Кĕтерук ампартан тухса тăрать.
Йăкăнат. Эс мĕн туса тăратăн тата? Мĕншĕн каймастăн?
Кĕтерук. Эп кайма шутламастăп та.
Йăкăнат. Мĕн тетĕн эсĕ? Ку мĕне пĕлтерет? Епле лекнĕ эс кунта?
Кĕтерук. Каçхине кама вăрласа килнине те манса кайрăн-и?
Йăкăнат. Эпĕ сана вăрласа килмен. Кай тухса.
Кĕтерук. Каймастăп. Ĕлĕкех миçе хут çыпăçрăн та ман çума…
Йăкăнат. Кам? Эпĕ-и?
Кĕтерук. Эсĕ çав, эсĕ.
Йăкăнат (Кĕтерук патнелле урнă пек пырать, Кĕтерук ампара тарса кĕрет те алăкне шалтан тĕкĕлет). Тьфу-у! Шуйттан! Тух унтан! Эпĕ хам авланасси çинчен шухăшлама пăрахни вуникĕ çул çитет.
Кĕтерук. Мана мĕн тума лартса килтĕн, эппин?
Йăкăнат. Эп хама валли мар, Ивана валли лартса килес тенĕччĕ.
Кĕтерук. Ан тунса тăр. Иван мана мăшăр мар. Ăна такама каласан та, никам та ĕненмест.
Йăкăнат. Эпир сан аппун хĕрне, Анюка, вăрлас тенĕччĕ. Эсĕ кунта йăнăш лекнĕ. Тух унтан! Тьфу! Шуйттан!
Кĕтерук (кушак шăтăкĕнчен кисĕппе Иăкăната тĕкет, леш йăванса каять; Кĕтерук ампартан сиксе тухать). А-а-а! Вăрласа килсе пĕтĕм ял умĕнче намăс кăтартрăр та, халь каялла хăваласа яма-и? (Йăкăната çапма тăрать. Йăкăнат тарса лаçа кĕрсе тăрать, Кĕтерук — ун хыççăн. Йăкăнат унтан тухса урамалла тарать. Кĕтерук ун хыççăн чупать.) Ăçта таран, ăçта таратăн?!
Хветĕрĕн туйĕ юрласа килни илтĕнет.
Туй, туй, туй тесе,
Пурнас йытта вĕлерсе,
Параппан туса килтĕмĕр.
Йытти Питĕ лайăхчĕ,
Хампар айĕнчен тухмастчĕ,
Хампар айĕнчен тухмастчĕ,—
Асатте пек туйăнатчĕ.
Эпир туя кайман-и?
Туй мыскари курман-и?
Туй мыскари курман-и?
Така пуç яшки çимен-и?
Урхамах пек утсене
Пурçăн ярса кÿлтĕмĕр.
Ытарайми хĕрĕшĕн
Çĕр чĕтретсе килтĕмĕр.
Пирĕн кинĕм пуласси
Ытла сарă пулсассăн,
Çу чĕресси тăвăпăр.
Ытла вăрăм пулсассăн
Хăмла шалçи тăвăпăр.
Ытла хура пулсассăн
Яшка хурань тăвăпăр.
Хурăн тăрри хумханать,
Шÿлкеме пек туйăнать;
Пирĕн кинĕм тумланать,
Пукане пек туйăнать.
Юрланă вăхăтра сцена çаврăнать. Урам. Хветĕрсен килкарти умĕ. Туй кĕрлесе çитет. Юрлаççĕ.
Наçтаç (чупса кĕрет). Хурах! Хăтарăр!
Иван (ун хыççăн чупса тухать). Вĕлереп! Ăçта Анюк?!
Çамрăксем (Ивана тытса чарса). Çыхса пăрахас пулать ăна. Ухмаха ернĕ вăл.
Наçтаç. Кун пеккине пĕлнĕ çĕртен хĕр паратăп-и сана, тьфу! (Иван çине сурать.)
Иван. Укçа илес те мăшкăллас-и?!
Наçтаç (хĕвĕнчен укçа кăларса перет). Ме, кÿпсе вилех хăвăн укçупа.
Вçелис. Ах, Анюк, ĕмĕрти йăлана пăсса качча кайни таврана та пулманччĕ. Кайсам, кайсам ĕнтĕ Ивана.
Кĕтерук. Ĕмĕртенхи йăли вăл — кулаксен йăли. Хĕр вăрласа, пусмăрласа, сахал мар асап кăтартнă. Халь ентĕ çырăнса килнĕ. Иван çинчен мĕн калаçмалли пур.
1-мĕш хор.
Кай, кай, Ивана,
Ма каймастăн Ивана?
Унтан лайăх, пуян каччă
Ялта тупаймастăн.
Анюк.
Кай, кай темесен те
Хам та кайма пĕлетĕп.
2-мĕш хор.
Кай, кай темесен те
Хăй те кайма пĕлет вăл.
Анюк.
Мана илет, мана савать
Ялти комсомолец.
2-мĕш хор.
Ана илет, ăна савать
Ялти комсомолец.
1-мĕш хор.
Пирĕн каччи сар Иван —
Пĕтĕм ялта пĕр пуян.
Иван санах йăлăнать,
Кайсам, Анюк, Ивана.
2-мĕш хор.
Пуян-куштая килĕнче
Куллен куççуль тăкăнать.
Ыр пуласси çыннинче,
Тет халь çĕнĕ самана.
Анюк.
Комсомолец Хĕветĕр —
Чунăм савни Хĕветĕр.
Эпĕ çавнах каятăп та,
Чунăм çавнах юратать.
2-мĕш хор.
Комсомолец Хĕветĕр,
Маттур каччă Хĕветĕр.
Ан тив, çавнах кайтăр ĕнтĕ:
Чунĕ çавнах юратать.
Куçак чупса тухать.
Куçак. Тĕрĕс, Анюк. Хветĕрех кай! Пĕлетĕр-и, кам вăл Иван? Вăл мана Хветĕре вĕлерме, вĕсен çурчĕ çинче хĕрлĕ автан ташлаттарма хушрĕ!
Туй халăхĕ. Çыхас пулать ун пек çынна! Тытăр!
Хветĕр. Инçе-ех тарса каяймăн! Ха-ха-ха!
Иван тарать.
Хветĕрне Анюка çĕнĕ пурнăçа чысласа, кивĕ йăласене питлесе, такмаксем каласа ташлаççĕ.
Шуçăм çути килнĕ чух
Сар кайăксем юрлаççĕ.
Çĕнĕ пурнăç тунă чух
Акă çапла калаççĕ:
Сĕм вăрманти кашкăрне
Тутă тесе шанас мар,
Ялти куштан-пуянне
Çварлăхлама манас мар.
Тутлă турăх кĕверме
Ыр кĕвелĕк кирлĕ çав.
Комсомолец Хветĕре
Ырă мăшăр кирлĕ çав.
Атьăр пĕрле пухăнса,
Тантăш туйне тăвар-и,
Çĕн мăшăршăн савăнса
Юрлар-и те ташлар-и.
Чаршав.