Таня ][ Петĕр Хусанкай


Sijen1

• Асапа уççăн
сăнлани

• Тĕшмĕш шухăшсем



Хусанкай Петр Петрович (09.01.1907, Сиктĕрмe (халĕ Хуcанкай ялĕ, Тутарстанăн Элкей районĕ) – 04.03.1970, Шупашкар] – по­эт, куçаруçă, общество деятелĕ, СССР писателĕсен союзĕн членĕ (1934). Аслă Аттелĕх вăрçин участникĕ (1942–45). Чăваш пед. техникумĕнче (Хусан, 1923–25), Тухăç пед. институтĕнче (Хусан, 1927–31), А.М. Горький ячĕллĕ Литературĕ институтĕнче вĕреннĕ (1957 ç. вĕренсе тухнă). “Сунтал” журналта (1925–26) тата “Коммунар” хаçатра (1931–34) ĕçленĕ. Хусанкая 1938-мĕш çулт национализмшăн айăпласа арестленĕ, 1939-мĕш çулта суд йышăнăвĕпеле ирĕке кăларнă. [Чув. энц.]

Хусанкай пултарса хăварнă эткерлĕхре поэзин мĕн пур жанрĕсем (кĕске эпиграммасенчен сăвăллă роман таранччен), тĕрлĕрен сăвă виçи, строфа тата ритм тĕсĕсем пур. [Чув. энц.]

Унăн сăввисем малтанах “Сунтал” журнал урлă халăх умне тухаççĕ. (1924), 1928-мĕш çулта вара “Уяртсан” ятлă сăввисен пуххи кĕнеки тухать. [Чув. энц.]

Критиксем Хусанкай ĕçне пĕр пек хак паман, поэтăн 20-30-мĕш çç. çырнисем тата куçарнисем национализм тата декаданс витĕмĕ курнă юхăмсен шутне кĕреççĕ. 1962 çулта кун çути курас “Тилли юррисем” ярăма та Хусанкай 38-39 çулсенче тĕрмере ларнă чухне çырма тытăнать. [Чув. энц.]

Аслă Аттелĕх вăрçи тухса кайсан Хусанкай пултарулăхĕ çĕнĕ тапхăра кĕрет. Шăпах “Таня” (1942) тата “Çĕнтерÿ юрри”, “Аптраман тавраш” йышши хайлавсенче вăрçă синкерĕсене тÿсекен çынсен шăписем сăнланаççĕ. [Чув. энц.]

Хусанкайăн вăрçă хыççăнхи пултарулăх тапхăрĕн тĕшши вăл – интернационал темиллĕ çырнă кĕвĕлле сăвăсем, чĕрĕ янракан чĕлхе тата публицистикă элеменчĕсем. Çав хушăрах поэт ытларах шухăшлаттаракан, философилле поэзи патне туртăнать. [Чув. энц.]


Таня

Поэма. Шупашкар, 1943. Редакторĕ: Стихван Шавли


Тупмалли
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16

Эпĕ илтнĕччĕ пĕр юмах-халлап
Сар Хĕвел хĕрĕ Хĕвелпи çинчен…
Тахçантан тахçан ĕлĕк-авалах
Вупăрпа Хĕвел вăрçнă, тет, иккен.

Тĕттĕм пуçлăхĕ усал Вупăр çав
Хĕвеле çиме хатĕрленнĕ мĕн.
Хĕвелпи аппа ак каять вăрçа,
Амăшне çăлма пикенет, мĕскĕн.

Ырă амăшĕ ăсатать, пиллет,
Анчах Вупăрĕ вăйлăрах иккен:
Сар хĕре хăйне тыткăна илет;
Амăшне вара тархаслать пике:

«Эс аннем те ман, эс аттем те ман
Ыр Хĕвелĕмçĕм, çуттĕнче тытан!
Тÿсĕм пар мана хурлăха чăтма,
Ан кулайтăрччĕ курайман тăшман…»

Илтрĕ амăшĕ—çуттĕнче хуçи,
Кăкăрне суса пашалу çăрчĕ;
Тĕттĕм витĕр вăл тăсрĕ ылттăн çип,
Çав çип тăрăх ун анчĕ çимĕçĕ.

Хĕвелпи аппа—сар Хĕвел хĕрĕ
Çимĕçе кăштах астивсе пăхрĕ,
Çавăнтах ăна вăй-хăват кĕрет,
Вупăрпа вăрçма хĕтĕртет чĕре.

Ак пуçларĕ хĕр тăшмана хирме,
Сăнăлать ăна, ухăлать ăна.
Ак пуçларĕ вăл тĕттĕме сирме,
Вупăр-карчăкĕ ахлатать кăна…

Анчах пур-ха вăй тĕттĕм пуçлăхĕн,
Парăнмасть-ха вăл хăй мехелĕсĕр,
Хĕвеле çаплах авалтан хальччен
Тавлăкне пĕрре хупăрлать сĕм çĕр.

Çав сĕтпе çăрнă пашалу вара
Уйăх пек курнать çĕр çинчен пире.
Çăлтăр мар хыпать сĕм тÿпе тавра—
Хĕвелпи уххи Вупăра тирет.

Çиçĕм мар çиçет тепĕр чух çĕрле—
Хĕвелпи хĕçĕ ялкăшать иккен.
Шевле мар вылять таçта хĕп-хĕрлĕ—
Хĕвелпи кулать Вупăртан ирччен.

«Хăçан та пулин çитмеллех мехел:
Пĕтмеллех тĕттĕм, çĕнмеллех Хĕвел,
Çавăнпа кулать Хĕвелпи, —тесе
Йăпанаççĕ мĕн çĕр çинчи çынсем.

* * *

Мускав урамĕнче плакат:
„Ребята! Не Москва ль за нами?”
Мускав чулне такан шаккать,
Пин-пин салтак аттин таканĕ.

Утаççĕ çамрăк йĕкĕтсем:
Чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ.
Грузинĕ, калмăкĕ… Пĕтĕм
Тăван çĕршыв пĕр хĕç тултарĕ.

Тултарĕ те, хăй халăхне
Тыттарчĕ çав хĕçе çĕршывăм:
«Ан ярччĕ ман чĕрем патне
Хăрушă тăшмана эс, ывлăм.

Пуçсăрланать усал тăшман,
Сĕмсĕрленет, кĕрет… Ан яр эс!
Касса пăрах çав аçтахан
Вутпа сывлан пуçне пĕр харăс!»

1.

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14
15 16

Амăшне каларĕ хĕрĕ

Вăрттăн, ерипен:

“Эп вăрçа каятăп, —терĕ,

— Маншăн ан шиклен”.

Амăш чăр тинкерчĕ:—Эсĕ?! —

Чакрĕ, чакрĕ вăй…

Хĕрхенсе, куççулленмесĕр

Тÿсеймерĕ вăл.

Куç тулли тăрать пĕртен-пĕр

Хĕрĕ умĕнче.

А йĕри-тавра хисепсĕр

Юн тăкан тĕнче.

Эх, анне чĕри! Çунать-çке

Вăл çапла ялан,

Çумĕнчи ăшă çуначĕ

Пушшине туйсан;

Йăвине тĕрĕс-тĕкеллĕн

Вăл усрасшăнах.

А чĕппи ĕнтĕ тĕкленнĕ,

Вăл калать сăмах:

„Ан йĕрсем, —тет вăл, —ан макăр,

Ан кулян, анне.

Астăватăн-тăр, манман-тăр

Ху каланине.

—Пул хăюллă, тÿрĕ чунлă! —

Теттĕн эс мана.

Вăхăт çитрĕ: вут та çулăм

Хыпрĕ таврана.

Вăхăт çитрĕ: тĕрĕслетĕр

Самана пире.

Камăн халь юлас килет-тĕр

Хыçалти ретре?

“Тăшмансем тĕлĕкленеççĕ

Мускавпа, пĕлеп.

Эп Мускав хĕрĕ, аннеçĕм,

Комсомолка эп!

Е герой пулса эп килĕп

Каялла киле,

Е герой пулса эп вилĕп,

Сывă пул! Пилле… ”

2.

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14
15 16

Тирпейлĕ пĕчĕк пÿлĕмре

Юлаççĕ ун кĕнекисем,

Тетрадь, линейка… Ÿлĕмрен

Йăлт кирлĕ пулĕç-ха вĕсем.

Кăçал урăхларах йыхрав

Пырса шаккарĕ кĕркунне.

Ноябрь çитнĕ, а Мускав

Уçман та хăшпĕр шкулсене.

Шкул ачисем уйра, ялта

Ĕçлерĕç çу каçичченех:

Тырпул, паранкă… Зоя та

Пĕр колхозран килейнĕ çех.

Килсессĕнех унта-кунта

Вăл чупрĕ хăй ĕçĕпелен.

Каясшăн пулчĕ хĕр фронта,

Анчах ансат та мар иккен.

„Тен госпитале кайăр, а? “

Тесе сĕнекенсем те пур.

Анчах çав-ха вунсаккăра

Пусайнă, хĕрхенеççĕ пуль.

Пĕр командирпалан тата

Курса калаçрĕ вăл кайран:

“Илсемĕр, —терĕ, — отряда,

Пуласшăн эпĕ партизан”.

—Хăрамăр-и? —тет майĕпен

Çав пĕлĕш командир ăна, —

Çĕрле… вăрман… эсир пĕччен…

— „Çук! —терĕ Зоя: —Ăнланап… ”

Ун хăмăр куçĕсем таса,

Ун шухăш татăклă, паллах.

А командир çаплах тăсать,

Татах ыйтать сăнамалла:

—Е нимĕçсем тытсан сире?

„Пĕлетĕп: хĕнĕç, мăшкăлĕç,

Ыратĕ, —тет Мускав хĕрĕ,

— Анчах эп тÿсĕп. Сÿнмĕ ĕç.

Ĕненĕр: хам юлташсене

Тыттармăп эпĕ нихăçан… ”

Çын тинкерет. Çын ĕненет.

Çуралчĕ çĕнĕ партизан.

3.

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14
15 16

Ак кайрĕ тухса вăл—Тăван Çĕршыв хĕрĕ.

Анне тÿссе юлчĕ, анне пехиллерĕ.

Куççулĕ çунать те куççулĕ типет,

Хĕлхем пек ялтрать хăрпăксен хушшипе.

А хăмăр куçсем—эс куратăн, туятăн—

Çиçеççĕ хаваслăн, выляççĕ уявлăн.

Вăл савăннă, çавă вунсаккăрти хĕр,

Ун кăмăлĕ халĕ çĕкленнĕ çавтер.

Тен ун асĕнче янăрать пулĕ юрă,

Бетховенпа Гётене тен вăл астурĕ:

„Янраç флейтăсем, тÿнклетет параппан.

Ман тусăм, савнийĕм пырать çарпалан.

Вăл сăнă çĕклет те—мĕнпурĕ çĕклеççĕ.

Ах, чунăм çунать-çке ман, юнăм вĕрет-çке!

Эй, хурçă тумпа хурçă щлемччĕ мана!

Эп кайăттăм хам çĕршыва сыхлама.

Тăшман ав чакать пирĕн çар хĕснĕçемĕн.

Мĕнле ăраскал çĕнтерен паттăрсемшĕн!”

Юратнă вăл çакă юрра тахçанах,

Тетрачĕ çине çырса илнĕ ăна.

Нумай шухăшланă, нумай ĕмĕтленнĕ…

Ак хай хурçă тум, хурçă шлем мĕскерле мĕн!

Фуфайка, çăм шарăх, пальто, алсатуль…

Трамвай умĕнче вĕçленет ăсату.

Темле кутамкка сĕнчĕ амĕш, а хĕрĕ:

„Унта автопа çÿрес çук, анне! —терĕ. —

Эп чикрĕм, ман пур пĕтĕмпех мĕн кирли:

Пур çăкăр, пур супăнь, йĕп-çип, питшăлли… ”

Ак кайрĕ тухса вăл, Тăван Çĕршыв хĕрĕ.

Анне тÿссе юлчĕ, анне пехиллерĕ.

Пиллерĕ чи сыхă хура кĕркунне,

Пиллерĕ Мускав та хăюллă хĕрне.

Пиллерĕ ăна пур çĕршыв ăшă чунлăн,

Ват Кремль çинчи ялавпа алă сулнăн.

Ноябрь пуçланчĕ, тата эрне çеç—

Ак шавлă парад Хĕрлĕ площадь çинче.

Унта параппанĕ те, флейти те пулĕ,

Пĕри сăнă çĕклĕ те—çĕклĕç мĕнпурĕ:

Унта чăн-чăнах хурçă тум, хурçă шлем,

Тĕрек те, мухтав та вăл, чыс та илем…

Палланă шинеллĕ, палланă уссиллĕ

Этем çарйышне хавхалатĕ, пехиллĕ.

Пурне те савса çиçеç ун куçĕсем

Гранит мавзолейĕн трибуни çинчен.

Епле çичĕ ют ан ăмсантăр, ан астăр,

Çав шухăшпалах иртĕ пирĕн пур харсăр:

„Тăшман тÿсес çук, вăл чакать, вăл тарать.

Мĕнле ăраскал çĕнтерен паттăра!

4.

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14
15 16

Вăл Пушкина юратнă, теççĕ.

Апла пулсан, ун чĕринче

Сывланă чи таса поэзи,

Вăл пулнă хÿхĕм пур енчен.

„… Этем тени илемлĕ пултăр, —

Çырса илет вăл пĕринче:

Пит-куçĕ те, тумланнă тум та,

Шухăшĕсем те, чунĕ те”.

Тата çырса хурать çав харсăр

Пĕр хăйшĕн, ĕмĕрлĕх, çакна:

„Вилсессĕн те ху юратмасăр

Çынна ан чуптутар хăвна… ”

Ак çакнашкал кристалл чĕреллĕ

Этем кĕрет вут кăвара.

Чи аслă юрату та çилĕ

Ăна халь хавхалантарать.

—Тăван çĕршыв! Мĕскер эп сансăр? –

Тесе вăл шухăшлать, хастар:

Сана чунтан-вартан савмасăр

Юратăва эп тивĕç мар.

Чи аслă юрату вăл—эсĕ,

Чи аслă çилĕ вăл—тăшман.

Ăна тĕпрен çăлса илмесĕр

Телей те, канлĕх те çук ман…

—Пĕлетни, Шурик, эс: мĕскершĕн

Пурнаççĕ çĕр çинче çынсем? —

Тесе пĕрре хăй шăллĕнчен мĕн

Тĕпченĕ Зоя пикенсе.

Унтан хăех каланă: —Уйрăм

Илес пулсан кашни çынна,

Вăл халăх ырлăхĕшĕн, Шурă,

Ун ăрăскалĕшĕн пурнать… —

Пĕрремĕш юрату мĕн—халăх

Çак çитĕнейнĕ сар хĕрĕн.

Унпа хăйне вăл уйрăлмаслăх

Ĕмĕрлĕхех тĕвленĕ мĕн.

Вăл Пушкина савса вуланă:

Тен, асĕнче çавна тытсах,

Ятне те илнĕ пуль вăл „Таня”,

Хăйне йăлтах вăрттăнлатса.

„Татьяна—вырăс чунхаваллă:

Хăй те пĕлмесĕр мĕншĕнне

Юратнă сивĕ, шартламаллă,

Илемлĕ вырăс-çĕр хĕлне… “

Хăй те пĕлмен… Çук! Ку ăнланнă—

Шартламине те, сиввине,

Куçа уçма хал çук тăманлă

Кунне те мĕншĕн савнине.

Ăнланнă, пĕлнĕ пирĕн Таня:

Хĕлле, çулла-и—кунта çех

Анми-сÿнми хĕвел çуталнă,

Вăл—ирĕклĕ çын тивĕçĕ.

Çавна хупласшăн, сÿнтересшĕн

Ытарайми çав хĕвеле,

Тăшман сĕмсĕрленет кĕресшĕн

Çĕршыв чĕри варринелле.

Çавна, çав хĕвеле çап-çуттăн

Ялкăштарас тесе ялан,

Пăшал тытса тупа эс турăн,

Вунсаккăрти хĕр-партизан.

5.

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14
15 16

„Ытарайми аннем!

Мĕнле пурнатăн-ха?

Мĕнле сан вăй-халсем?

Сывах-ши эсĕ халь?…

Аннем! Май пур пулсан,

Çырсамччĕ кăшт кăна.

Хам ĕçсене тусан,

Эп пырăп хăнана… ”

Çапла çыру çырать

Хĕр амăшне кĕскен.

А хăй… хăй Шекспира

Аса илет иккен.

Аса илет пике

Принц Гамлет пĕр пĕччен

Хăй ашшĕн мĕлкипе

Сăмахлани çинчен.

„Сывпул, сывпул! Ан ман,

Ан ман мана… “ — тесе

Çырса хурать паян

Ак Таня хăйшĕн çех.

Ыран вĕсен ирех

Фронт урлă каçмалла.

Отрядăн чун пĕрре,

Мухтав Комсомола!

Анчах кашнин, кашнин

Пур хăйĕн чунĕ те.

Пĕрин юлать савни,

Теприн тăванĕ тен…

Тен ашшĕ-амăшĕ,

Ачи асне килет…

Ах, кăмăл анлăшĕ!

Кам виçнĕ? Кам пĕлет?

Юратнă ĕç юлать,

Вĕçленеймен ĕмĕт;

Тăван кил пек шкула

Хăварнă, шеллемен.

Пур вуласа тухман

Кĕнекисем вĕсен.

Мĕнпе пĕтет роман?

Нихçан та пĕлмĕн тен…

Пур çырăнса пĕтмен

Сăвви те хăшĕсен.

Штыкпа тен вĕçлеме

Шутлаççĕ пуль вĕсем.

Эй, комсомолецсем!

Вунсаккăрти тĕнче!

„Романтика” тесен—

Эсир мĕн çав чечек.

„Сывпул, —тет хĕр, —сыв пул!…

Кампа сывпуллашать?

Тен юлашки хут пуль…

Мĕскер тулать ăша?

Мĕскер кĕтет унта—

Тăшман тамăкĕнче? —

Тен улăп пек чун та

Ыйтать пуль хăйĕнчен.

Анчах асрах, асрах

Чуна çĕклен тупа.

Вăл чĕрĕ чи таса,

Сÿнми юратупа.

Вăл чĕрĕ тÿсме çук

Хăватлă çилĕпе.

Пур шухăша кучух

Хуçа вăл пирĕнне.

Чĕркуçланса ларса

Пурăннинчен пире

Алтивĕççĕн тăрса

Вилни илемлĕрех.

„Вилес е çĕнтерес! ”

Тет пирĕн çын хăйне…

Ыран е кĕçĕрех—

Çĕрле—тăшман тылне…

6.

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14
15 16

Ак тинех пĕрле тапранчĕ

Пурнăçпа юмах вара.

Комсомолецсен отрячĕ—

Тăшман пуснă çĕршывра.

Мĕнешкел çĕршыв! Сăхланăн

Эс курсассăнах ăна.

Унта Шишкин, Левитанăн

Йĕрĕсем сыхланнăнах.

Хырлăх, чăрăшлăх е хутăш

Çăтăрмахлă сĕм-вăрман.

Каш кашлать… мĕн чухлĕ шухăш

Хускатать вăл тăнласан! »

Эс тăнланă, эс пикеннĕ

Ăнланма çав кашлава.

Эс ăнлантăм Пулĕ тенĕ,

Ăнланман унчух çавах!

Эс шутланă: çук тек урăх

Мускав-шыв хĕрринчи пек

Сăн-сăпатлă, хÿхĕм, тулăх

Çутçанталăк тĕнчипе.

Эс шутланă: çук тек уçă,

Сиплĕ сывлăш, ăшă сĕм,

Кăшт тĕтреллĕ ирхи шуçăм,

Çăмăл шурă пĕлĕтсем…

Вырăс, вырăс çĕр пейзажĕ,

Шухăша яран илем!

Çав çĕре ак халь пăсаççĕ,

Чыссăрлаççĕ ирсĕрсем.

Халь çĕр хут ытла туятăн

Эс ун пур пахалăхне.

Урăхла эс ăнланатăн

Сĕм-вăрманăн кашлавне:

—Нихăçан та, никама та

Парăнмастăп! —тенĕ вăл.

Эс шанатăн, эс чăматан

Ун ăшне ак, Комсомол…

***

Ик эрне ĕнтĕ пурнаççĕ

Çамрăксем сĕм вăрманта.

Кăнтăрла кăшт вут хураççĕ,

Тĕлĕреççĕ те пăртак.

Çĕрле ĕç пырать, хĕрÿ ĕç,

Пытарсам, тăван вăрман!

Хÿтĕле пире, юпкур эс,

Пулăшсамччĕ тавăрма!

Пулăшать вăрман, итлет мĕн:

Шар курать тăшман нумай.

Çăмăл мар анчах, питрех хĕн

Курнине пĕр тĕптума.

Эрешмен пек паркаланă

Таврана вĕсем карта;

Хурçăпа, вутпа пусарнă

Тарайман çынна ялта…

Кăтăрать ноябрь çилĕ,

Йĕпе юр лаплаттарать…

Хыр çумне хăлхаллă çĕлĕк

Пусса лартнă хĕр ларать.

Кăнтăрла. Кăшт вăрттăн-карттăн

Вут çунать йăсăрланса.

Ун тавра виççĕн-тăваттăн

Ăшăнаççĕ хутланса.

Теприсем ларсах сĕнк пулнă, —

Сĕлтĕркенĕ, ывăннă:

Апат пурччĕ пилĕк кунлăх, —

Тăсрĕç ик эрне ăна.

Паян ир вĕсем валеçрĕç

Юлашки сухарине.

—Таврăнмашкăн вăхăт, —терĕç—

Каялла хамăр енне… —

Хыр çумне таяннă çÿлĕ,

Яштака, илемлĕ хĕр

„Юрĕ, кайăр, —тет, —мĕн пулĕ,

Эп юлап-ха пурĕпĕр…

Эп çителĕклĕ туман-ха,

Эп çитесшĕн пĕр яла…

Хам вилсессĕн те, тата хăть

Вуннăшне ман хумалла… ”

Кабурне тÿрлетрĕ танлăн,

Тăчĕ вăл ура çине…

Ах, епле хитреччĕ Таня,

Пирĕн Таня унчухне!

7.

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14
15 16

Хĕлле. Шатăртатать декабрь

Автоматпа унта-кунта.

А çутçанталăк хÿхĕм, капăр,

Пурнас килет такамăн та.

Пурнас килет, а пурнăç туснă.

Ху çăкруна та йăлăнан.

Хура эсрел пек килсе пуснă

Пăшалсăр ялсене тăшман.

Çунтарнă, пенĕ, асапланă.

Ватти-вĕтти кăна ялта.

Хăтăлнисем йăлт сапаланнă,

Вĕсем çÿреççĕ вăрманта.

Юрпа эрешлесе лараççĕ

Илемлĕ чăрăш лăссисем.

Анчах вĕсем те пытараççĕ

Мĕн те пулин… асту, сиссем!

Пурнас килет… Тăшман канасшăн,

Çаврасшăн сывлăш халлĕхе

Упа пек выртнă хĕл каçмашкăн

Вăл янтă, ăшă пĕсмĕхе.

Фрицсем чăх-чĕп тăпăлтараççĕ

Е пусмăрлаççĕ хĕрсене:

„Капут, капут Мускав!.. “—палкаççĕ

Куллен пĕр çавăн çинченех.

Анчах канма паман хăрушă

Сăмах та пур мĕн: „партизан”.

Ăçтан кăна тухать вăл! Уншăн

Тем парĕччĕç тытас пулсан.

Унта автомобиль шăртланă,

Кунта вут тĕртнĕ витене,

Лере телефона ав татнă…

Ăçтан пĕлес кам иккенне?

„Сых ячĕшĕн перес пĕр-икĕ

Çынна, ялтан илсе тухса… ”

Переççĕ. Кама кирлĕ—илтнĕ.

—Час икçĕр тÿлĕр! —тет çав сас.

Шатăртатать хаяр декабрь

Автоматла унта-кунта…

А çутçанталăк хÿхĕм, капăр,

Пурнас килет такамăн та.

Кĕске куна сĕмлерĕ энтрĕк.

Землянкăран пĕр çын тухать.

Вăрман хăлхаллă: çын итлерĕ.

Уй куçлă: пăхрĕ çын. Утать.

Пырать вăл сукмакпа. Шăп каçĕ.

Пĕлсе тытать çын çулйĕре.

Тĕттĕмленет. Чăл-чал хыпаççĕ

Сив çăлтăрсем сив тÿпере.

Ката та хир, вак-вак ĕшнеллĕ

Хăртнă пек вырăн, хир каллах…

Кăвак кăçатăпа çын меллĕн

Пусса пырать сукмакпала.

Хутран, пуçне пăрса, хăяккăн

Утать вăл кăшт ÿпĕнерех.

Пасарнăскер—сăр малахайăн

Хăлхи хĕрри чĕнтĕр пекех.

Тăп-тăп шур кĕрĕк айĕн хулăн

Шăлавăрне куран хутран,

Хулпуççи урлă сумка унăн,

Ун сылтăм аллинче наган.

Пĕр ял çывăхарать. Хуралтă

Мĕлкĕшленет куç умĕнче.

Çын, çав ялах утать пулсан та,

Курсан тăхтарĕ, чарăнчĕ.

Вăл тăчĕ пăр самант. Сĕм тĕттĕм

Тавраналла вăл тинкерет.

Темле çунăк шăршиллĕ тĕтĕм

Таçтан кÿ-кÿ килсе кĕрет.

—„Фрицсем сысна çури ĕнтеççĕ

Е ăшалаççĕ пуль чăхсем… “

Тинкернĕ куçсенче çиллессĕн

Çиçсе илет хаяр хĕлхем.

Ак утрĕ çын, çывхарчĕ, çитрĕ

Сăнанă хуралти патне;

Хÿме çумнех вăл пычĕ; чикрĕ

Часрах хÿне хăй наганне;

Бензин бутылкине кăларчĕ,

Юхтарчĕ, сапрĕ хăвăртрах;

Унтан вăл пĕшкĕнчĕ… часрахчĕ!

Пĕр шăрпăк çеç кирли… часрах!

Шăп çав самант салтак- хуралçă

Ярса та тытрĕ хыçалтан.

Çын туртăнчĕ. Тăрать. Пуçлаççĕ

Вăрçма ик курайман тăшман.

Ĕçерĕнчĕ, тĕртсе те ячĕ

Çын салтака. Илет наган.

Анчах салтак çапса антарчĕ

Ăна тăсайнă алăран.

Пемешкĕн çын ĕлкĕреймерĕ.

Тревога турĕ нимĕçĕ.

Сиксе тухать салтак эшкере.

Çынна чĕр халлĕн илчĕçĕ.

8.

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14
15 16

Ак штаба илсе пыраççĕ

Çав çĕрле çÿрекене.

Пÿрте кÿртрĕç, тин кураççĕ

Вăл мĕнле çын иккенне:

Хăмăр куçлă та кÿрнеклĕ

Çамрăк хĕр тăра парать…

“Эппин çакă? Эппин лекрĕ?

Пит телейсĕр маскарад! ”

Штабрисем лах-лах кулаççĕ;

Салтаксем сĕтел çине

Хĕр револьверне хураççĕ,

Сумкине, бутылкине…

“… Ну, мĕскер каласа парăн,

Жаннă д’Арк? —тет офицер. —

Эс-и çав тĕртсе çунтартăн

Пирĕн витене ĕнер? ”

— Эпĕ! —тет хĕр лăпкăн хирĕç,

Нимĕçсем пĕрне-пĕри

Тĕлĕнсе кăшт пăхса илчĕç…

„Пултаратăн! —тет штабри: —

… А миçемĕш çын вăл, эсĕ,

Партизан отрядĕнчен?

Ыттисем ăçта ĕçлеççĕ?

Тĕп йăви ăçта вĕсен?… ”

—Каламастăп! —терĕ; хыттăн

Касса татрĕ çамрăк хĕр.

„Ка-лат-та-рă-пăр! ” тет çăткăн

Шăлне çыртнă офицер.

Кил хуçисене тухмашкăн

Хушрĕ вăл кухньăналла.

Куçма-куç юлать тăшманăн

Çиллипе ак хĕр шала.

Салтăнтарчĕç ăна акă,

Тăсса хучĕç сак çине…

Лăчлатан резин патакăн

Сасси çех халь илтĕнет.

Илтĕнет тата çав харсăр,

Йăлăну мĕнне пĕлмен

„Каламастăп! ” тенĕ сасă—

Хытăрах… кайран хуллен…

Икçĕр çапрĕç. Хĕр чĕнмерĕ.

Хĕнеме пуçласанах

Пĕр çап-çамрăк офицерĕ

Сиксе тухрĕ кухньăна.

Пуçне тытрĕ те çав каччă,

Куçне хупрĕ; пÿрнине

Хăлхине чиксе вăл ларчĕ

Мĕн допрос пĕтичченех.

Çынлăхне çухатайман-и?

Е пĕрремĕш хут этем

Вăрçăн чи усал, ăнманă

Сăн-питне курать-и тен…

Каярах хăй кам пулсан та,

Унчухне çав чăтакан,

Асапланакан хĕр тантăш

Çинелле вăл пăхаймăн.

Тен çав нимĕç вилнĕ халĕ,

Мĕншĕнне пĕлмесĕрех.

Тен хăй сăмахне вăл калĕ

Вăрçă хыççăн тин пире.

Тен кунта вăл тыткăнра-тăр,

Тин куç уçрĕ тен çав чун:

Куртăр, пĕлтĕр те ăнлантăр—

Мĕншĕн тÿснĕ хĕр унчух…

9.

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14
15 16

Илсе кайрĕç çаруран,

Кĕпепе кăна,

Çĕрлехи урампалан

Çавăтса ăна.

Шартлама хĕртет; кÿтет

Тăм илен ура.

Тĕртсе кÿртрĕç пĕр пÿрте

Тыткăнçă вара.

Кĕрсенех йăванчĕ хĕр,

Çĕкленет аран.

„Партизан-им? —терĕ пĕр

Нимĕç, —пит аван!.. ”

Шăрпăк çутрĕ, янаххи

Патнелле çĕклет:

„Пĕçерет-им? Чăнах-и?

А пире епле?

Çунтаран пире, касан,

Астивсе пăх! ” тет, —

Çурăмран пăчкăпалан

Сăтăрса илет.

Хĕр юнланнă тутине

Тепĕр хут çыртать.

Тĕшрĕлет вăл урайне,

Шăппăн шыв ыйтать.

Кил хуçи—Кулни пичче—

Шыв катки патне

Тÿсеймесĕр пынăччĕ,

Тытрĕ куркине.

Анчах кăшкăрчĕ харах

Нимĕç-чунилли:

„Ан ĕçтернĕ пул! Пăрах!

Е патак кирли?..

Керосин ĕç акă, ме!

Кÿп шыв вырăнне! “—

Тесе тытрĕ лампине

Хĕр тути умне.

Хăмăр куçлă хĕр пĕррех

Хăррăн пăхрĕ те, —

Чун пулсассăн, ĕмĕрех

Манмĕччĕ этем.

Анчах чунсăр вăл: çаплах

Асаплать хĕре.

Кăларать тата тула

Кашни сехетре.

Юр çинче вăл уттарать

Мĕскĕне çарран.

Урисем ун хуп-хурах,

Пускалать аран…

Çурçĕр иртнĕ. Ик сехет.

Кайрĕ чунилли.

Çĕнĕ часовой килет,

Ку тата мĕнли?

Нимĕçсем йăлтах пÿртре

Çывăрса пĕтсен,

Сак çине выртма хĕре

Ку чармарĕ мĕн.

Ăйхи çук, ăйхи килмест

Кулик арăмĕн:

— Ăçтисем пулатăн эс? —

Вăл ыйтать хĕртен.

Хĕр калать: „Эп Мускавран,

Таня ятлă… “—тет.

— Аçу-аннÿ пур-и сан? —

Тет Праски, тĕпчет.

Анчах шăпăрт пулчĕ хĕр:

Тĕпчесессĕн те

Пĕр сăмах та вăл кĕçĕр

Кăлармарĕ тек.

10.

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14
15 16

Эсĕ-çке ку, Таня!

Зоя, эсĕ-çке!

Кам сана ăнланĕ

Ху аннÿ пекех?

Кам чунне ĕненĕн,

Кама шанăн-ха

Стенасем итленĕ

Вăхăтра эс халь?

Тен тăван хĕрарăм

Санпала ырах—

Чунтанах, мăнтарăн,

Калаçма пырать.

Анчах эс пĕлетĕн,

Ăнланан аван:

Пĕр сăмах ĕçертрĕн

Пин çынна сутăн.

Эс тÿсен чĕнмесĕр,

Пĕр пĕччен йăтăн.

Ыратсан та эсĕ

Ахлатмастăн та.

Кам мана пĕлтерĕ

Çав сĕм каçхине

Эс, çĕршывăн хĕрĕ,

Мĕн шутланине?

Кам каласа парĕ

Çĕрĕпе, ирччен

Хăмăр куç кăварĕ

Мĕн курни çинчен?

Тăван халăхунăн

Умĕпе хыçне,

Эп пĕлеп, эс курнă

Харăс унчухне.

Тен Иван Сусанин

Тухнă сан умна:

„Эсĕ-çке ку, Таня!”

Тенĕ вăл сана.

Харсăр Василиса

Пынă пуç вĕçне:

„Эсĕ-çке çĕр чысĕ!”

Тенĕ йăмăкне.

Эсĕ-çке ку, Таня,

Эсех Зоя та…

Миçе ят капланĕ

Сан тавра тата?

Миçешне хускатĕ

Сан хăюллăху?!

Çакна çеç эс халĕ

Пĕлейместĕн ху…

11.

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14
15 16

Илĕм-тилĕм кăвак çутă

Сăрхăнать пÿрте.

Çывăрать-и вăл халь, çук-и?

Сасă çук пĕртте.

Кулик арăмĕ Праски те

Ыйхăсăр кĕçĕр:

—Виçĕмкун… Эс пултăн-им?.. —тет,

“Эпĕ”, терĕ хĕр:

„Çунса кайрĕç-и? Мĕн чухлĕн

Пĕтнĕ нимĕçсем? ”

— Çунайман çав… —„Шел… Мĕн çуннă? ”

— Лашисем вĕсен…

Чылай пĕтнĕ пек пуплеççĕ

Çав каçах тата

Хĕçпăшал та çуннă, теççĕ,

Пĕр складра пайтах.

Таня кăмăллă. Çав кирлĕ!

Пĕттĕр ытларах!

Хăйсенеччĕ те пуçхĕрлĕ

Çав вут кăвара…

Урăм-сурăм вирт ярасчĕ,

Çулăм-тĕтĕмпе

Тĕтĕрсе кăларттарасчĕ

Арлан-сăвăр пек…

Мĕнле мелсĕр эп çаклантăм!

Мĕнле эп сахал

Тума ĕлкĕртĕм вăрçса та,

Пурăнса та халь!..

Пурăнса… пуçланнă-ши вăл

Пурăнăçăм ман?

Каçарах мана, çĕршывăм,

Айăп манра мар…

Хăтăлса пулмасть. Пĕлетĕп.

Пĕлнĕ малтанах.

Вăй парсам, çĕршыв, пурне те

Чăтма çеç мана.

Вăй парсам тасан тÿсмешкĕн

Ху ятупалан.

Ĕненетĕп: эс çĕнтерĕн.

Асна ил… ан ман…

12.

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14
15 16

„Сывпул, сывпул! Ан ман эс ман çинчен”.

Кам Гамлет, кам халь ĕмĕлке кунта?

Çук, Иккĕш те вĕсем чĕрех иккен!

Çĕршыв та, унăн хĕрĕ Таня та.

Пĕр кăвапа, пĕр юн вĕсен ĕнтĕ

Пин-пин чĕре пĕр чĕрере тапать.

Тăшман епле татас тесессĕн те.

Нихçан та татăлмĕ çав кăвапа.

13.

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14
15 16

Кĕрет офицер. Çĕнĕрен

Пуçлать тĕпчеме Таньăран:

—Кам эсĕр? Чăн ятăр мĕнле? —

Тесе вăл ыйтать чи малтан.

Ыйтать вырăслах ку тата:

Ăçта, миçе çын унпала…

Чĕнмерĕ хĕр. —Сталин ăçта? —

Тесе леш тĕпчет малалла.

Сасартăк хĕр калт туртăнчĕ,

Питне писевлерĕ чĕр юн;

Çап-çутă хĕлхем куçĕнче

Ÿссех, сарăлсах пычĕ ун.

Пуçне хĕр çĕклерĕ; çынна

Çÿлтен пăхса илчĕ; вара

Хăюллăн та хыттăн ăна

Каларĕ вăл: „Сталин постра!”

Питрен çупнă пек офицер

Тăрать тилĕрсе, тăлхăрса.

Çуртри кил-йыша кĕç-вĕç çех

Кăларчĕ пÿртрен вăл хуса.

Каллех ак пуçланчĕ асап:

Касать саламат — чăн çĕлен…

Анчах пĕр сăмах та касса

Вĕсем илеймерĕç хĕртен.

— Мĕнрен тунă-ши чĕрине?! —

Хăйсем те йăлтах тĕлĕннĕ.

Кÿртеççĕ пÿртех çынсене,

Кÿреççĕ тумне хĕрĕнкĕ.

Чăлха, кофтăпа шăлавар

Тата япала хутаççи:

Кăшт сахăр та шăрпăк, тăвар.

Пĕр икĕ бутылка бензин.

Кăçаттипеле кĕрĕкне

Валеçнĕ иккен унтерсем;

Алсатулĕпе çĕлĕкне

Вăрланă çаплах путсĕрсем.

Ак Таньăн мăйне, „партизан”

Тесе, çырса çакрĕç хăма;

Бутылкăсем çакрĕç çыхса…

Ăçта кайма-ши? Мĕн тума?

14.

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14
15 16

Тулта шатăртатать декабрь.

Килрен киле çÿрет тăлмач:

„Паян партизана çакатпăр,

Мĕнпурĕ тухăр урама! ”

Ял варрине кашта тăваççĕ,

Ирĕксĕрех колхозниксем,

Сайра пулин те, пыркалаççĕ,

Пуçтарăнаççĕ пуç чиксе.

Тепри пыни те, май килсессĕн
Хуллен-хуллен шăвать килне.

Епле пăхса тăрас тÿлеккĕн?

Тен çакĕç хамăр ялсенех…

Нимĕçĕсем вара нумайăн:

Çĕр çын ытла салтакĕсем,

Офицерсем… Мĕнле уявăн

Тапать пуль халь чĕри вĕсен!

Пĕр вунă юланут тăратнă

Йĕри-тавра кашта патне;

Хĕçĕсене вĕсем кăларнă,

Ташлаттараççĕ утсене.

Мĕнле уяв!.. Анчах уяв-ши?

Çук, çук: хăрав кашни куçра.

Хĕлхем сÿнмен, вĕсем туяççĕ.

Вăл хăвăртлать çĕн пушара…

„Илсе килеççĕ”, терĕç. Пурте

Пăхса тинкерчĕç пĕр енне.

„Ах, турăçăм! Çап-çамрăк хĕр”… —тет

Пĕр карчăк хăйĕн кÿршине.

Декабĕрĕн лутра хĕвелĕ

Çине, тин курнă пек, пăхса,

Чăлха вĕççĕн кăна тĕреклĕ

Пусса пырать хĕр-партизан.

Ах, Таня, Таня! Епле хÿхĕм

Пур çуттĕнче те çак самант!

Çĕршывăм, пар ăна эс тÿсĕм,

Чунне, ачашлăх, ан амант.

„Татьяна—вырăс чунхаваллă:

Хăй те пĕлмесĕр мĕншĕнне,

Юратнă сивĕ, шартламаллă,

Илемлĕ вырăс-çĕр хĕлне… ”

Ку пĕлнĕ, пĕлнĕ мĕншĕнне те,

Юратнă пур чунтан-вартан:

Юрне те, сивĕ хĕвелне те—

Юратнă вăл, ытарайман…

Пăхса тăран эшкер хумханнă,

Хĕре кÿртеççĕ варрине.

Пуçне çÿле йăтса çывхарчĕ

Хăюллăн вăл кашта умне.

Ик ещĕк айлă-çийлĕ хунă,

Кашта çинчен анать йăлмак.

Хĕре тăратрĕç, сивĕ ункă

Мăйне тăхăнтараççĕ ак…

Палач кантра туртмашкăн хатĕр,

Анчах тăхтатрĕ комендант:

Кашта тавра хыпкаланать пĕр

Фотограф… Таня кăшкăрать:

„Эй, юлташсем! Мĕскер хавассăр

Пăхатăр пит? Хăюллăрах! —

Кĕрешĕр, çапăçăр, çунтарăр

Фашистсене йĕри-тавра!.. ”

Пĕр нимĕç Таньăна хăмсарчĕ,

Анчах, ăна тĕртсе ярса,

Çаплах хĕр хыттăн янраттарчĕ,

Мĕнпурĕ илтрĕç çав сасса:

…. Вилмешкĕн эпĕ хăрамастăп,

Хам халăхшăн вилни—телей… ”

Кĕтсе аптранă мĕн палач та, —

Комендантне куçпа тĕллет.

— Часрах! —тет комендант, васкатрĕ

Сăн ÿкерĕн офицера.

Валт çаврăнчĕ те хĕр каларĕ

Тăшман çыннисене вара:

“Эсир мана халех çапатăр,

Анчах та эп пĕчченçĕм мар.

Пурне те пурĕпĕр çакаймăр,

Час килĕç маншăн тавăрма…

Эпир халь икçĕр миллионăн.

Эй, салтаксем! ÿкĕнмелле

Ан пултăрччĕ: кая ан юлăр, —

Каçсамăр пирĕн еннелле.

Ан вăрçăр, парăнăр, пăрахăр

Пăшалăра, —часрах, халех.

Пирте вăл тĕрĕслĕх, ăнланăр,

Эпир, эпир çĕнтермелле! ”

Итле-тăран этем ĕречĕ—

Асаплă вырăс çыннисем

Вăрттăн ĕсĕклесе йĕреççĕ,

Куççулĕнчен те шикленсе.

Палач карт туртрĕ, карăнтарчĕ…

Анчах, чĕрне вĕççĕн тăрса,

Ик аллипе хĕр тăрмаланчăк.

Пушатрĕ.. ячĕ кăшкăрса:

„Сывпулăр, юлташсем! Кĕрешĕр,

Ан хăрăр! Сталин пирĕнпе!

Час килĕ Сталин!.. “ ÿкрĕ ещĕк

Палач ури тĕрĕннипе…

Юр чакăртатрĕ те лăпланчĕ…

„Ах! ” терĕ халăх тăвăнса.

Пĕри шари çухăрса ячĕ,

Вăрманалла кустарчĕ сас…

15.

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14
15 16

Ĕнтĕ кун иртет,

Ĕнтĕ çĕр иртет, —

Таня ÿтпĕвĕ

Çакăнсах тăрать.

Сăлпăран тухать —

Сапалать, витет:

Типĕ çил килет—

Тасатать, шăлать.

Ĕнтĕ кун иртет,

Ĕнтĕ çĕр иртет,

Эрне те çитет—

Пытарман хĕре.

Канлĕх çук ăна

Вĕлерсессĕн те,

Вырттармаççĕ-ха

Хăй саван çĕре.

Юр хуплать ăна,

Çил силлет ăна;

Çил силлет, шăлать,

Сулласа илет.

Тÿпери чĕнми

Çăлтăрсем кăна

Ÿпкелеççĕ пек

Хĕрхенмен çиле;

ÿпкелеççĕ те,

Йăлăнаççĕ те:

„Татса ил эппин

Пĕрех хут, —тесе, —

Канлĕх пар хĕре,

Вырттарсам çĕре,

Таса ÿт çине

Шурă юр витсе. ”

Ĕнтĕ кун иртет,

Ĕнтĕ çĕр иртет,

Уйăх та тулать—

Пытарма хушман.

Тата мĕн кĕтет,

Тата мĕн тĕпчет

Парăнман хĕртен

Антăхан тăшман?

Ялпа çар пырать,

Нимĕçсен çарри, —

Каштана курсан

Ахăраççĕ çав;

Çынлăхне манса,

Вилене юри

Патакпа чышса

Хăвараççĕ çав.

Ял çынни пырать—

Пуçне лăш ярать,

Курас мар тесе

Васкаса утать.

Ачапча кăна

Аякран вара

Пÿрнине тăсать

Хăш чухне унта.

Ватă çын иртет—

Ал-ури хытать,

Куçхарши хушши

Пĕрĕнсе килет;

Йĕкĕт çын иртет—

Ăшне вут хыпать;

Хĕрача иртет—

Çÿçенсе илет.

Пĕрех шухăш çав,

Пĕрех ĕмĕт çав:

Тавăрасчĕ çке,

Хăвăртрахчĕ-çке!

Юн чĕнет вăрçа,

Хĕрхенми вăрçа.

Тăшман хăй сисет:

Кунĕсем кĕске…

Ĕнтĕ кун иртет,

Ĕнтĕ çĕр иртет,

Çĕнĕ çул çитет—

Пуçтарман хĕре.

Ак, праçник туса

Ĕçкĕ ĕçрĕ те,

Тухрĕ ÿсĕр çар

Урама çĕрле.

Çăхан ушкăнĕ

Пырса сырăнчĕ

Çакăнса тăран

Хĕрĕн шăн ÿтне.

Кĕпине касса,

Çурса хыврĕçĕ;

Кинжалпа чиксе

Тухрĕç пур енне.

Тепĕр кун тата

Çакăнса тăчĕ

Çарамас ÿт-пÿ

Çав кашта çинче…

Мĕн питпе çакна

Тÿсĕ-ши тĕнче—

Çак тискерлĕхе,

Çак хура ĕçе?!

Çĕнĕ çул кунне

Каçпала кăна

Каштана тĕпрен

Касса ячĕçĕ.

Çунапа вара.

Пирĕн Таньăна

Ним вителĕксĕр

Илсе кайрĕçĕ.

Ял хыçне тухсан—

Пĕччен хурăн пур,

Вăл кĕтмен кун пек

Хăнана нихçан.

Вăл кĕтмен, кĕтмен

Кунашкал хĕнхур

Хăй айне пырса

Выртасса таçтан.

Шурă юр çине

Хучĕç сар хĕре,

Кантри татăкĕ

Мăйĕнчех иккен…

„Алтса чикчĕр те—

Пĕттĕрех йĕрĕ! “

Терĕ пуль тăшман,

Анчах çук, пĕтмен…

16.

Тупмалли

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13 14
15 16

Вилтăпри часах шуралчĕ,

Юр айне вăл пулчĕ.

Хурăн çех—пĕччен хуралçă

Сыхламашкăн юлчĕ.

Çилтăман шăлса хупларĕ,

Палăрмасть тĕми те.

Хурлă хурăн хускалмарĕ,

Вăл пĕлет: хĕл иртĕ…

Вăл пĕлет: каллех юр кайĕ,

Йывăç çулçă çурĕ;

Таньăн пуç вĕçĕнче кайăк

Янăратĕ юрă.

Ĕнтĕркенĕ хурăн хăй те

Шавласа çеç ларĕ,

Мĕн курни çинчен пурне те

Каласа вăл парĕ…

Тĕлĕрет çапла хуралçă,

Вăранса кас-кассăн,

Çиле май çара турачĕ

Кăшт çатăлтатсассăн.

Анчах акă хытăраххăн

Шавлашать тавралăх.

Çывăхри хура вăрманăн

Кĕпĕрленчĕ халăх.

Юр-кĕрт çийĕн, тăвăл айĕн,

Çулпала та çулсăр

Кустараççĕ каялла мĕн

Нимĕçсем ним шутсăр.

Тăшман йĕрĕ çине пусрĕ

Хĕрлĕ Çăлтăр çарĕ;

Ураган пек килсе тухрĕ,

Тип аçа пек çапрĕ.

Çичĕ ют тек тÿсеймерĕ,

Юр юнпа хĕрелчĕ.

Тăкăнать вĕсен эшкерĕ,

Сайралать ĕречĕ.

Çук! Мускавăн хапхи хупă.

Çын çине çын тÿнчĕ…

Кĕрĕслетрĕ пирĕн тунă—

Çĕнтерÿ салючĕ.

Ял тасалчĕ. Шикленмесĕр

Ял-йышсем пыраççĕ.

Шуйхаштарнă кайăк евĕр

Йăвине шыраççĕ.

Вилмеллех аманнă кашкăр

Ишнĕ те тустарнă;

Çын мулне вăл, упрамасăр,

Вут тĕртсе çунтарнă.

Ăçта пăхнă—сĕтĕреççĕ

Çунашка çул тăрăх.

Ачисем шăнса йĕреççĕ —

Килсĕр-çуртсăр, тăлăх…

Вăрмантан пуçтарăнаççĕ

Партизан таврашĕ.

Халлаплаççĕ, асăнаççĕ:

Çав та çав ăçта-ши?..

Ак çĕкленчĕ Таня ячĕ

Чыслăн та асаплăн.

Тĕлĕнсе хытса каяççĕ

Пурте, каласассăн.

Ушкăнпа çынсем уттарчĕç,

Хурăн патне тухрĕç;

Çĕлĕке хывса пуç тайрĕç,

Паттăра чыс турĕç:

—Тăпру çăмăл пултăр, паттăр!

Пурте пĕр канашлăн

Сан çинче тупа тăватпăр

Саншăн тавăрмашкăн!.. —

Хыр лăсси тĕме чĕркерĕ,

Сăрхăнчĕ куççулĕ.

Халăх кăмăлĕ çĕклерĕ

Тĕме ту пек çÿлĕ.

Курăнать таçтан вăл халĕ,

Ун çинчен çĕршывăм

Кивелми халлап халлаплĕ,

Юрă-сăвă хывĕ.

Чап-мухтав вĕçсе хăпарчĕ

Тĕм çине ялавăн;

Чĕр йыхрав пек Таня ячĕ

Янăрать хăватлăн.

Чап-мухтав çиçсе саланчĕ

Таврана çап-çуттăн;

Пархатарлă асамачĕ

Ĕмĕр сÿнес çук ун.

Тăшман хыççăн хĕвеланăç

Еннелле иртÿçĕн

Йĕкĕтсем тен пирĕн канĕç

Çак яла çитсессĕн.

Пĕччен хурăн патне пырĕ

Çар çынни салхуллăн.

Çĕлĕк хывĕ командирĕ,

Хывĕ пĕтĕм ушкăн:

—Тавтапуç сана, тăванăм,

Йăмăк, тус, хĕр-паттăр!

Пире çул уçса эс панă,

Çав çулпа пыратпăр… —

„Тавтапуç, тăванăм! ” тейĕç:

Çамрăк лейтенант та,

Хура-шур курнă гвардеец,

Ватă генерал та.

„Тавтапуç! ” тейĕ мухтавлă

Хĕрлĕ Çар пĕр танлăн.

„Тавтапуç! ” тейĕ пур халăх

Ячĕпе те Сталин.

1942, Апрель.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s