Кÿл техĕне мухтакан Орхон Пысăк çырăвĕ умлă-хыçлă выр- наçтарнă 6 халапран тăрать. Вĕсем çаксем: 1) тĕрĕксеп несĕлĕсем çинчен калани, 2) Китай тĕрексене пăхăнтарнă 3) Илтерет кахан çинчен калани, 4) Кăпăкăн кахан çинчен калани, 5) Пĕлнĕ кахан тата 6) Кÿл техĕн çинчен каласа панисем. Калавсен тытăмĕ пĕр евĕрлĕ: пуçламăш йĕркесем, мĕнле ĕçсем пулса иртни тата вĕçлев йĕркисем. Паллă тĕпчевçĕ И. В. Стеблева вырăсла куçарнă текстра Кÿл техĕн çинчен калакан улттăмĕш калав — 231—428-меш йĕркесем. Руна çырăвĕпе чул палăк çинче вăл 30—53-мĕш йĕркесене йышăнать. Кÿл техĕн çинчен каласа пани хăй 13 çавраллă. Вĕсем пĕтем çырăвăн XVIII—XXX çаврисем шутланаççĕ. Çаврасене çапла ят парса тухма юрать: ХVIII çавра — Кÿл техĕн çар ĕçне пуçăнни, XIX — Чача сенхунпа çапăçни, XX —Улăх Еркĕнĕпе çапăçни, XXI —карниссемпе çапăçни, XXII—тăррисемпе çапăçни, XXIII — сăхтăксене хирĕç тухни тата тĕррисене пăхăнтарни, XXIV — Куш тăтăхпа çапăçни, XXV — карлуксемпе çапăçни, XXVI — аз халăхĕпе çапăçни, XXVII — ĕскĕл халăхĕпе çапăçни, XXVIII — окăссемпе çапăçни, XXIX — Кÿл техĕншĕн макăрни, XXX — Кÿл техĕне пытарма элчĕсем килни.
Кÿл тĕлĕпе мухтакан çырăва унăн пиччĕшĕ Йолăх техĕн çырнă тесе шутлаççĕ. Çырăва тĕрлĕ чĕлхесене куçарнă. Вăл тĕрĕк халăхĕсен пĕрлехи еткерĕ шутланать. [Иванова, Никитин]Малаллине вулас

‘tell my father to dig me a grave’: two bride songs
Пĕр блоггер Геннадий Айхи пухса кăларттарнă Чăваш литературин анталогийĕнче хăйне тĕлĕнтерекен, туйăм вăратакан сăвăпа паллашать. Спиридон Михайлов çырнă сăвă ăна Морокко юрăçин сăввине аса илтерет. Çакă каçăпа усă курса паллашма пулать: ‘tell my father to dig me a grave’: two bride songs Спиридон Михайловăн сăввине асăнса хăварсан та лайăх: Юнкă Ах, эсĕ, Юнкă, ман тăван […]