Матѳей Çырнă Евангеліе


Матѳей Çырнă Евангеліе.

Хусан, 1873

Тупмалли

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21 22 23 24 25 26 27 28

Отъ Совѣта Братства Святителя Гурія печатать дозволяется.
Казань, 6-го Іюля 1873 года.

–  Предсѣдатедь Совѣта Епископъ Викторинъ.

 

I ПŸЛĔМ.

Авраам ывăлĕйĕн, Давид ывăлĕйĕн Іисус Христосăн тĕпĕ. Авраамран Исаак çуралнă; Исаакран Іаков çуралнă; Іаковран тăвăнĕсемпе Іуда çуралнă; Іудан Ѳамар йатлă арăмĕнђен Зарапа Фарес çуралнă; Фаресрен Эсром çуралнă; Эсромран Арам çуралнă; Арамран Аминадав çуралнă; Аминадавран Наассон çуралнă; Наассонран Салмон çуралнă; Салмонăн Рахаваран Вооз çуралнă; Воозăн РуѳренОвид çуралнă; Овидрен Іессей çуралнă; Іессейрен Давид патша çуралнă; Давид патшанăн Урія йатлă çын арăмĕнђен Соломон çуралнă; Соломонран Ровоам çуралнă; Ровоамран Авія çуралнă; Авіяран Аса çуралнă; Асаран Іосафат çуралнă; Іосафатран Іорам çуралнă; Іорамран Озія çуралнă; Озіяран Іоаѳам çуралнă; Іоаѳамран Ахаз çуралнă; Ахазран Езекія çуралнă; Езекіяран Манассія çуралнă; Манассіяран Амон çуралнă; Амонран Іосія çуралнă; Іосіяран Іоаким çуралнă; Іоакимрен тăванĕсемпе Іехонія çуралнă. Çаксем пур те Вавилона куçса кайас умĕн çуралнă. Вавилона куçсан вара Іехоніяран Салаѳіил çуралнă; Салаѳіилрен Заровавел çуралнă; Заровавелрен Авіуд çуралнă; Авіудран Эліаким çуралнă; Эліакимрен Азор çуралнă; Азортан Садок çуралнă; Садокран Ахим çуралнă; Ахимрен Еліуд çуралнă; Еліудран Елеазар çуралнă; Елеазартан Матѳан çуралнă; Матѳанран Іаков çуралнă; Іаковран Марiенĕн упăшки Іосиф çуралнă; Маріерен Христос тенĕ Іисус çуралнă. Çапла вара Авраамран Давида çитетђен вун тăват сыпăк, Давидран Вавилона куçитђен тата вун тăват сыпăк, Вавилона куçнăран Христос çуралитђен тата вун тăват сыпăк. Іисус Христос çурални ак çапла пулнă: Унăн амăшĕ Марiене Іосифа çураçсан, вĕсем пĕрле xутшăнмасăраx Марія Святой Сывлăш xăвађĕпе йывăр çын пулнă. Унăн упăшки, Іосиф, таса çын пулса ăна намăса кÿртес мар тесе, xăй патĕнђен вăрттăн уйăрса йама шуxăшланă. Вăл çапла шуxăшласан, Турă ангелĕ тĕлĕкре курăнса каланă ăна: ей, Іосиф, Давид ывăлĕ! Марiене, арăмна, xу патăнта усрамашкăн ан xăра, вăл Святой Сывлăш xăвађĕпе йывăр çын пулнă. Вăл ывăл-ађа çуратĕ, Ăна Іисус тесе йат xур, —Вăл xалăxне çылăxран xăтарĕ, тенĕ? Çапла ĕнтĕ Турă Исаія пророк урлă: Xĕр йывăр çын пулса ывăл-ађă çуратĕ, Ăна Эммануил тесе йат xурĕç, тесе каланă сăмаx вырăнне килнĕ. Эммануил тени пирĕнпе Турă тенĕ сăмаx пулат̌. (Исаія 7, 14). Іосиф ăйxăран тăрсан Турă ангелĕ xушнине туса арăмне xăй патне илнĕ. Çапаx та вăл ăна пĕлмен; унтан вара Марія малтанxи Ывăлне çуратсан, Іосиф Ăна Іисус тесе йат xунă.

II ПŸЛĔМ.

Ирод патша пурăннă вăxăтра, Іудея хули Виѳлеемре Іисус çуралсан, çăлтăрçăсем xĕвел туxĕç йенђен Іерусалиме пырса: Іудей патши ăçта çуралнă? тесе ыйтнă. Епир xĕвел туxĕç йенђĕ Унăн çăлтăрне курса, Ăна пуççапма килтĕмĕр, тенĕ. Çавна илтсен Ирод патша пит xăранă, унпа пĕрле пĕтĕм iерусалим те xăраса пăлxаннă. Вăл вара пуп пуçлăxĕсене, xалăx xушшинђи кĕнекеçĕсене, пурне те пуçтарса: Xристос ăçта çуралмалла? тесе ыйтнă вĕсенђен. Вĕсем каланă анă: Іудея хули Виѳлеемре, тесе; çапла пророк урлă çырнă: Есĕ те, Виѳлеем, Іуда çĕрĕ, Іудан аслă xулисенђен нимĕнпе те кайа мар; сантан туxĕ пуçлăx, Вăл Ман халăха, Израиле çăлĕ, тесе. (Мих. 5, 2). Çавăн ђуне Ирод çăлтăрçăсене xăй патне вăрттăн ђĕнсе илсе; çăлтăр xăш вăxăтра курăннине вĕсенђен ыйтса пĕлсен, Виѳлееме ăсатса йанă ђуx каланă вĕсене: «кайăр Ађана ђипертереx пĕлĕр, Ăна тупсан килсе xыпар тăвăр мана, епĕ те кайса пуççапăп Ăна, » тенĕ. Вĕсем патша сăмаxне итлесе пĕтерсен кайнă; xĕвел туxĕç йенђе курăннă çăлтăр Ађа çуралнă тĕле çитетђĕн вĕсем умĕнђен пынă, унта çитсен ђарăннă. Çăлтăр ђарăннине курсан вара вĕсем пит савăннă. Пÿртне кĕрсе Ађапа Унăн амăшĕ, Марiене курсан, вĕсем ÿксе пуççапнă та кутђенеçе илсе пынă хаклă йышши йапалисене ылттăна, ладана, смирнана савăђĕсенђен уçса илсе панă Ăнă. Ирод патне пыма кирлĕмарне тĕлĕкре курсан, вĕсем xăйсем çĕрне урăx çулпа кайнă. Вĕсем кайсассăн, Турă ангелĕ Іосифа тĕлĕкре курăнса каланă: тăр, амăшĕпе Ађана илсе Египете тар, епĕ сана калитђен, çавăлте пурăн, Ирод Ађана шыраса тупса вĕлерме шуxăшлат̌, тенĕ. Вăл çĕрле тăрса, амăшĕпе Ађана илсе Египете кайнă. Ирод вилетђен вăл çавăлте пурăннă; çапла Турă пророк урлă: Епĕ Ывăлăма Египетрен ђĕнсе кăларăп, тесе каланă сăмаx пулнă. (Осiи 11, 1). Çавăн ђуне Ирод xăне çăлтăрçăсем улталанине пĕлсен пит çиленсе, Виѳлеемпе ун таврашĕнђи ађасене вĕлерме çынсем йанă, çăлтăрçăсенђен ыйтса пĕлнĕ вăxăтра ик çула çитнисемпе, унтан çамрăк ађасене, пурне те вĕлерме xушнă. Çавăн ђуx вара Іеремія пророк урлă каланă сăмаx çитнĕ, вăл ак çапла каланă: Рама xулинђе ĕсĕклесе, йĕрсе уланă сасă илтĕнет; Раxил ађисемшĕн йĕрет, вĕсем çукран кăмăлне пусăрăнтараймаст, тенĕ (Іерем. 31, 15). Ирод вилсен вара Турă ангелĕ Египетре Іосифа тĕлĕкре курăнса каланă: тăр, амăшĕпе Ађана илсе Израил çĕрне кай; ĕнтĕ Ађа ђунне шыракансем вилђĕç, тенĕ. Вăл тăрса, амăшĕпе Ађана илсе Израил çĕрне кайнă. Іудеяра Ирод ывăлĕ, Арxелай, ашшĕ вырăнне, патшара ларнине илтсен, Іосиф унта пыма xăранă; тата тĕлекре Турăран xыпар илсе Галилея çĕрне кайнă вара. Унта Назарет xулине пырса вырăнаçнă. Çапла ĕнтĕ пророксем урлă «Вăл Назорей йатлă пулĕ» тесе калани çитнĕ. (Суд. 13, 5).

III ПŸЛĔМ.

Çавă вăxăтра шыва кÿртекен Іоанн Іудея пушă çĕрне туxса, çылăxа кĕнине ÿкĕнĕр, ĕнтĕ çÿлти патшалăx çывăxарђĕ, тесе вĕренте пуçланă. «Пушă çĕрте ђĕнекен сасă илтĕнет: Туррăн çулне xатĕрлĕр, Вăл килес çула тикĕслесе xурăр; » тесе Исаія пророк каласа xуни çакă пулнă. (Исаiи 40, 3). Іоанн тĕве çăмĕнђен тунă тумтирпе çÿренĕ, пилĕкне ђĕн пиçиxxи çыxнă; унăн çимĕçĕ акридпе кайăк xурт пылĕ пулнă. Çавăн ђуне вара Іерусалимре, Іудей çĕрĕнђе, Іордан шывĕ таврашĕнђе те пурăнакансем, пур те ун патне пырса, xăйсем çылăxа кĕнине ÿкĕнсе, унтан шыва кĕнĕ. Іоанн фарисейсене, саддукейсене, нумайĕшне xăй патне шыва кĕме пынине курсан, каланă вĕсене: ей çĕлен çурисем, пулас çилĕрен тарма кам систерђĕ сире? Еппин ÿкĕннине килĕшмелле ĕç тăвăр; пирĕн атте Авраам тесе xăр ăшăрта, ан шуxăшлăр есир. Епĕ калатăп сире, Туррăн çак ђулсенђен те Авраам валли ађасем тума вăйĕ çитĕ. Ĕнтĕ пуртă та йывăç кутĕнђе выртат̌: пур йывăçа та, ђипер çимĕç тумасан, вута касса пăраxаççĕ. Епĕ сире çылăxран ÿкĕнмешкĕн шыва кÿртетĕп; май xыçăмран Килекен мантан вăйлă, епĕ Вăл урине сырнине Ун xыçĕнђен илсе çÿреме те тăмастăп; Вăл сире Святой Сывлăшпа та вутпа та тĕве кÿртĕ. Унăн кĕреçи аллинђеx, Вăл анкартипе тасатĕ, туллине кĕлетне пуçтарса xурĕ, улăмне сÿнми вутпа çунтарса йарĕ, тенĕ. Çавăн ђуне Іисус Галилеяран Іордан шывĕ xĕррине Іоанн патне, унтан шыва кĕме пынă? Іоанн ђарса каланă Ăна: епĕ xам Сантан шыва кĕме кирлĕ, Есĕ Xу май патма килетĕн-п? тенĕ. Іисус ăна xирĕç тавăрса каланă: ирĕк пар xаљ, пур тĕрĕслĕxе те ĕнтĕ епир çапла тума кирлĕ, тенĕ. Унтан вара Іоанн ђарман Ăна. Іисус шыва кĕрсен шывран ђас туxнă, çавăн ђуне Ун тĕлĕнђи пĕлĕт уçăлса Турă Сывлăшĕ çÿлтен кăвакарђăн пек пулса Іисус çине аннине Іоанн курнă. Çав вăxăтраx çÿлтен: Çакă Манăн ђун савнă Ывăлăм, Ун çинђе Манăн ирĕкĕм, тесе каланă сасă илтĕннĕ.

IV ПŸЛĔМ.

Унтан вара Сывлăш Іисуса шуйттана сăнаттарасшăн пушă çĕре илсе кайнă. Унта xĕрĕx çĕр, xĕрĕx кун ĕçмесĕр, çимесĕр пурăнса, Вăл пит выçăxнă. Сăнакан шуйттан Ун патне пырса каланă: Есĕ Турă Ывăлĕ пулсан, çак ђулсене çăкăр пулма  кала, тенĕ. Іисус ăна xирĕç тавăрса каланă, çын çăкăрпа анђаx мар, Турă çăварĕнђен туxакан пур сăмаxпа та пурăнат̌, тесе çырса xунă, тенĕ. (Второз. 8, 3). Унтан вара шуйттан Ăна Святой xулана илсе кайса, унти ђиркĕвĕн тăрри xĕрри çине тăратса каланă Ăна: Есĕ Турă Ывăлĕ пулсан çактĕлтен айалалла снксе ан: Сана сыxлама Xăй пирĕштийĕсене xушĕ, вĕсем аллисем çинђе çĕклесе анĕç Сана, Санăн уру та ђула сĕртĕнмĕ, тесе çырнă, тенĕ. (Псал. 90, 11. 12). Іисус каланă ăна: тата ак çапла çырса xунă: Xу Туррăна ан сăна, тенĕ. (Второз. 6, 16). Унтан тата шуйттан пит çÿлĕ ту çине илсе кайнă Ăна. Унта тĕнђери мĕн пур патшалăxсене вĕсенĕн аслăлăxесемпе кăтартса каланă Ăна: Есĕ мана ÿксе пуççапсан, çаксене пурне те епĕ парăп Сана, тенĕ. Çавăн ђуx Іисус каланă ăна: шуйттан, кай Май çумран, пĕр Туррăна ащах пуççăпса, пăxанса тăр, тесе çырса xунă, тенĕ. (Второз. 6, 13). Унтан вара шуйттан Ун патĕнђен кайнă, Ун патне ангелсем пырса, Ăна пăxăнса тăнă вăра.

Іоанна xуравлă пынине илтсен, Іисус Галилея кайнă. Назарете xăварса, Завулонпа Нефѳалим çĕрне, тинĕс xĕрĕнђи Капернаума пырса вырăнаçнă; çапла вара Исаія пророк урлă каланă сăмаx вырăна килнĕ; вăл каланă: Завулонпа Нефѳалим çĕрĕ тинĕс çулĕ çинђе, Іорданан леш йенђе, тĕнсĕр Галилея, тĕттĕмре тăракан xалăx пит аслă çутта курђĕ, çав çĕрте вилĕм тĕттĕммĕнђе таракансене çутă çутăлђĕ. тенĕ. (Исаiи 9, 1. 2).

Çак вăxăтран вара Іисус вĕрентсе çÿре пуçланă, «ÿкĕнĕр, çÿлти патшалăx çывăxланђĕ,» тесе. Іисус Галилея тинĕсĕ патĕнђен иртсе кайнă ђуx, тинĕсе тетелĕ пăраxакан икĕ пĕр тăвана Петр тенĕ Симонпа унăн шăллĕ Андрея курнă, вĕсем пулăçăсем пулнă. Вăл каланă вĕсене: ат̌ăр Май xыçран, Епĕ сире çынсене тытакан тăвăп, тенĕ. Вĕсем Іисус каласанаx тетеллисене xăварса, Ун xыçĕнђен утнă. Унтан малалла иртсе пынă ђуx, Вăл тата урăx икĕ пĕр тăвана Зеведей ывăлĕсене Іаковпа унăн шăллĕ Іоанна курнă, çавăн ђуx вĕсем ашшĕпе кимĕ синђе тетеллисене тÿрлетсе тăнă. Вăл вĕсене йыxăрнă. Вĕсем илтсенеx, киммипе ăшшĕне xăварса, Ун xыçĕнђен утнă. Іисус пĕтĕм Галилеяра, вĕсенĕн Синагогисенђе патшалăxăн ырă xыпарне вĕрентсе, вăйсăрланнă çынсене тĕрлĕ ђиртен тÿрлетсе çÿренĕ. Пĕтĕм Сирія çĕрне Ун синђен xыпар сарăлнă; вăйсăрсене, тĕрлĕ ђĕрлисене, тытса пăраxакансене, ийĕллисене, асат пуснисене, шăнăр туртакансене, пурне те Ун патне илсе пынă, Вăл ђĕртнĕ вĕсене. Ун xыçĕнђен пит нумай xалăx çÿренĕ, вĕсем Галилеяран та, вунă хула тенĕ çĕртен те, Іерусалимрен те, Іудеяран та, Іордан шывĕ леш йенђен те Ун патне пуxăннă.

V ПŸЛĔМ.

Xалăxа курсан Вăл ту çине улăxнă; улăxса ларсан, Ун патне Унăн вĕренекенĕсем пуxăннă. Вăл çăварне уçса çапла каласа вĕрентнĕ вĕсене:

Ђĕрипе мĕскĕн пек пулакансем телейлĕ, вĕсене çÿлти патшалăx пулĕ. Йĕрекенсем телейлĕ, вĕсем xĕпĕртенĕç. Йăваш кăмăллисем телейлĕ, вĕсене çĕр тивĕ. Тÿрĕлĕxшĕн выçса, çунса тăракансем те­лейлĕ, вĕсем тăранĕç. Çынна ырă тăвакансем те­лейлĕ, вĕсене xăйсене те ырă пулĕ. Таса ђерелли- сем телейлĕ, вĕсем Турра курĕç. Çынсен xушшине канăçлăx кÿрекенсем телейлĕ, вĕсене Турă ывă- лĕсем тесе калĕç. Тĕрĕслĕxшĕн асапланса xурлăx куракансем телейлĕ, вĕсене çÿлти патшалăx пулĕ. Сире Маншăн йатласа xăваласан, сире Маншăн тĕрлĕ xайар сăмаxпа кăлăx усал тусан, есир те­лейлĕ нулăр/öавăнăр, xĕпĕртенĕр, сире пĕлĕт çин­ђе пысăк сăвап пулĕ, сиртен малтан пурăннă пророксене те çапла xăваланă. Есир çĕр тăварĕ. Тăвăр xăйĕн тутине çуxатсан, ăна мĕскерпе тăвар- лă тăвăн? Вăл вара тутине çуxатсан нимĕне те йурăxсăр пулат̌, ăна ура айне пăраxса анђаx тап- тамалла пулат̌. Есир тĕнђе çÿтти: ту çинђе тăра­кан хула пытанаймĕ. Çутнă çуртана савăт айне лартмаççĕ, ăна шантал çине лартаççĕ, вăл вара пÿртри йапаласене пурне те çутăлтарат̌. Çавăн пек сирĕн çуттăр та çын умĕнђе çутатин-ђĕ; есир авăн тунă ĕçе курса, вĕсем çирĕн çÿлти Аçăра муxтатђăр-ђĕ. Епĕ Моисей саконпе пророксем сăмăxĕсене пăраxтарма килнĕ тесе ан шуxăшлăр есир: Епĕ вĕсене пăраxтарма мар, вырăнне кÿрт­ме килтĕм. Ђăн калатăп сире: пĕлĕтпе çĕр xăй­сем йĕрĕнђен туxитђен, сакконри пĕр сăмаx та, пĕр йĕр те вырăнне кĕмесĕр иртмĕ. Кам çак пĕ­ђĕкçĕ сапповетсенђен пĕрне xăй пăраxĕ-и, йе çын- на пăраxтарма вĕрентĕ-и, çав леш тĕнђере кĕçĕн йатлă пулĕ; xăй тытса тăрсан, çынна та тытма вĕрентсен леш тĕнђере аслă йатлă пулĕ. Калатăп сире: сирĕн тĕрĕслĕxĕр фарисейсемпе кĕнекеçĕ­сен тĕрĕслĕxĕнђен иртмесен, есир çÿлти пат­шалăxа кĕреймĕр. Есир авалxи çынсене: ан вĕ- лер, вĕлерекен xăй çутă тивĕçлĕ, тенине илтнĕ. (Исx. 20, 13). Епĕ калатăп сире: xăй тăванĕ çине кăлăx ÿпкелекен те сута тивĕçлĕ пулат̌; xăй тă­ванне каxал тесе калакăн аслă сута тивĕçлĕ пулĕ; ăссăр тесе калакан тамăк xуранне тивĕçлĕ пулĕ. Есĕ парне паракан вырăна парнÿне илсе пыр­сан, çавăнта xу тăванна усал туса ÿпкелеттер­нине астусан, парнÿне çав тĕле xăварса, малтан xу тăванăпа кайса килĕш, унтан вара кайалла тавăрăнса xăвăн парнÿне пар. Xу тăшманăпа xăвăртраx килĕш, килĕш унпа çул çинђе ђуx, вăл сана тÿре аллине париђђен, тÿре тарçине парса сана тĕрмене xуптариђђен, килĕш унпа. Ђăн калатăп сана: йулашки укçăна памасăр туxаймăн унтан. Есир, ĕлĕк авалxи çынсене «йасар ан çÿре» тесе каланине илтнĕ. (Исx. 20, 14). Епĕ сире калатăп: xĕр-арăм çине аскăн шуxăшпа пăxакан, ăшăнђе вара вăл унпа йасар тăват̌. Санăн сылтăм йенђи куçă сана илĕртсен, ăна ђавса кăларса xăнтан ывăтса йар: санăн пĕтĕм тăл-пăвă тамăка кĕређђен, пĕр куçă пĕтни сана авантараx пулĕ. Сылтăм аллу сака илĕртсен, xăнтан касса пăраx ăна: пĕтĕм ÿт-пĕвĕ тамăка кĕретђен xăраx аллăна касса пăраxни Сана авантараx пулĕ. Тата каланă: Xăй арăмне уйăрăлнă çын ирĕклĕ уйăрăлнă тĕлĕнђен çыру патăр ăна, тенĕ. (Второз. 24, 1). Епĕ сирĕ калатăп: арăмĕнђен йасарлăx айăп тупмасăр уйăрăлсан, вăл арăмне йасара çÿремелле тăват̌; упăшкинђен уйрăлнă арăма кађђа илсĕ авланакан та йасар тăват̌. Есир тата: тупа туни урлă ан каç, xу тупăна Турă умĕнђе тĕрĕс тытса тăр, тесе авалxисене каланнине илтнĕ-тĕр. (Лев. 19, 12. Второз. 23, 21). Епĕ сире калатăп: пĕр-те тупа ан ту, тесе: пĕлĕтпе тупа ан ту, вăл Туррăн вырăнĕ; çĕрпе тупа ан ту, вăл Туррăн ури айĕ; Іерусалимпе те тупа ан ту, вăл аслă Патша хули. Xу пуçăпа та тупа ан ту, есĕ пĕр çÿç пĕрђĕне те шурă та xура та тăваймăн. Сирĕн сăмаx: вара, вара, çук, çук, тени анђаx пултăр; кунтан ытлашши каланни усалтан пулĕ. Куçа xирĕç куç; шăла xирĕç шăл, тесе каланине илтнĕ-тĕр есир. (Исx. 21, 24). Епĕ сире калатăп: усал çынна xирĕç усăл ан пул, тесе. Пĕри-пĕри санăн сылтăм йенђи пит çăмартĕнђен çапсан, ес ăна тепĕрне çавăрса пар. Пĕри- пĕри сан кĕпĕне илесшĕн санпă тавлашсан, çий- елти тумтирне те пар ăна. Пĕри-пĕри xăйпе пĕр çуxрăм пыма хистесен, есĕ унпа икĕ çуxрăм пыр. Сантан ыйтакана пар, xăнтан кивçен илесшĕн çынтан та ан çавăрăн. Çывăx çынна сав, xăвăн тăшманна курайми пул, тесе каланине илтнĕ- тĕр есир. (Лев. 19, 17. 18). Епĕ калатăп сире: xăрăн тăшманăрсене савăр, xăра ылxанакансене пиллĕр, xăра кураймапнисене-ырă тăвăр, xăра xурлаx тăвакансемпе xăвалакансемшĕн кĕл тăвăр, тесе. Çăпла тусан есир çулти Аçăрăн ывăлĕсем пулăр; Вăл xĕвеле усаллисем çине те ыррисем çине те туxма xушат̌; çумăрне тасисем çине те тасамаррисем çине те çутарат̌. Есир xăра йуратакансене анђаx йуратсан, сире мĕн пайта пулĕ? Мытарсем те çапла тумаççĕ-и? Есир xăрăн тăванăрсемшĕн анђаx ырă тусан, мĕн ырăлăx тăватăр? Тĕн- сĕр çынсем те çапла Тумаççĕ-и? Есир çÿлти Аçăр пек ырăлăxлă пулăр.

VI ПŸЛĔМ.

Xăра кăтартасшăн çын умĕнђе çынна ырă тума сыxланăр, çапла тумасан, çÿлти Аçăртан сире сăвап пулмĕ. Ултавçăсем синагогара, урамра xăйсене муxтаттарасшăн тунă пек, есĕ çынна ырă тунă ђуx xу умăнта ан йанăрат. Ђăнаx калатăп сире: вĕсем ĕнтĕ xăйсем пайне xалеx илеççĕ. Есĕ ырă тунă ђуx, сылтăм аллу тунине сулаxай аллу ан пĕлтĕр. Çынна вăрттăн ырă ту. Аçу есĕ вăрттăн туниие курса сана çын умĕнђĕ тавăрса йарĕ. Кĕл-тума тытăнсан, çын умĕнђе ан сăxсăx, синагогара, урам кĕтессисенђе тăрса, çын куçĕ умĕнђе сăxсăxма йуратакан ултавçăсем пек ан ту. Ђăнаx калатăп сире: вĕсем ĕнтĕ пайне xалеx илеççĕ. Кĕл-тăвас тесен, пÿлĕмне кĕрсе, ун алăкне xупса, уллаx çĕрти Аçăна уллаx çĕрте кĕл-ту, есĕ вăрттăн тунине куракан Аçу сана çын умĕнђе тавăрса парĕ. Кĕл-тунă ђуx, тĕнсĕр çынсем пек ытлашшине ан калăр, вĕсем нумай каланипе Турра илттерме шуxăшлаççĕ. Вĕсем пек ан пулăр, сирĕн Аçăр, есир Унтан ыйтитђенеx, сире мĕн кирлĕне пĕлĕт. Турра есир ак çапла кĕлтавăр: Ей çÿлти Аттемĕр! Санăн йатă xисеплентĕр; Санăн патшалăxă кнлтĕр; Санăн ирĕкĕ çĕр çинђе те çÿлти пекеx пултăр. Иайан пурăнмалăx çăкăр пар пире; епир xамăра парăмлă пулнисене каçарнă пек пирĕн парăмсене каçар пире; çылăxа анкÿрт нире, усалтан та xăтар пире. Санăн патшалăxă, xăватă, аслăлăxă ĕмĕртен ĕмĕре. Амин. Есир xăр çын айăпне каçарсан, сире те çÿлти Аçăр каçарĕ. Есир xăр çын айăпне каçармасан, çÿлти Аçăр та сирĕн айăнăра каçармĕ. Типĕ тытнă ђуx, ултавçăсем пек xуйxăлă ан пулăр; вĕсем xăйсем тннĕ тытнине çынсене кăтартасшăн сăнĕсене урăx тĕслĕ тăваççĕ. Ђăнаx калатăп сире: вĕсем ĕнтĕ xăйсем пайне xалеx илеççĕ. Есĕ типĕ тытнă ђуx, пуçна çуна сĕрсе питне çу; есĕ типĕ тытни çынна ан курăнтăр, уллаx çĕрти Аçăна курăнтăр; есĕ вăрттăн тунине курса Аçу сана çын умĕнђе тавăрса парĕ. Çĕр çинђе xăр валли мул ан пуçтарăр, кунта кĕве те çийет, тутăxса та пĕтет, вăрăсем те алтса илсе вăрăлаççĕ; çÿлĕ, пĕлĕт çине xăр валли мул пуçтарăр, унта кĕве те çимест, тутăxса та пĕтмест, вăрăсем те алтса илсе вăрăлаймаççĕ. Сирĕн мулăр ăçта пулĕ, кăмăлăр та çавăнта пулĕ. Ут-пÿ çутти куç. Куçă таса пулсан, ÿтĕ-пĕвĕ те çутă пулĕ. Куçă нађар пулсан, пĕтĕм утĕ-пĕвĕ те тĕттĕм пулĕ. Ăшăнти çутă тĕттĕм пулсан, тĕттĕм xăй йепле пулĕ? Ни кам та икĕ улпута пăxса тăраймĕ; пăxас тийекен пĕрне кураймĕ, тепĕрне йуратĕ; пĕриншĕн тăрăшĕ, тепĕриншĕн ÿркенĕ. Есир те çапла мула çыпçăнсассăн Турра пăxса тăраймăр. Çавăнпа калатăп сире: ђунăм мĕн ĕçсе çийĕ тесе, ÿт-пĕвĕм çине мĕн тăxăнас тесе ан шуxăшлăр. Ђунă çимĕçрен, ÿтĕ-пĕвĕ тумтиртен аслă мар-и? Астăвăр вĕçен кайăксене, вĕсем акса, вырса, пÿлмене пуçтарса xумаççĕ, сирĕн çÿлти Аçăр тăрантарат̌ вĕсене. Есир вĕсенђен авантараx мар-им? Кам сирĕн xушшăрта тăрăшса xăй ÿт-пĕвĕне пĕр ђике тăрăшшĕ ÿстерĕ? Тумтиршĕн мĕшĕн шуxăшлатăр? Астăвăр xирти ђеђексене, вĕсем йепле ÿсеççĕ? Вĕсем ĕçлемеççĕ, авăрламаççĕ. Калатăп сире: Соломон пит муxтавлă, вăйлă патша пулнă пулсан та çавсен пек пĕрин ђуxлĕ те тумланаймап. Пайан ÿсмелле, ыран кăмакана пăраxмалла xирти курăка Турă çав тĕрлĕ тумлантарсан, вĕсенђен те авантараx тумлантармĕ-и сире? ей са- xал ĕненекенсем! Çавăнпа пирĕн мĕн ĕçсе çийес, мĕн тăxăнас тесе ан шуxăшлăр. Çакăн пеккине пурне те тĕнсĕр çынсем шыраççĕ; çÿлти Аçăр çак йапаласем сире кирлĕне пĕлсе тăрат̌. Ђăн малтан Турă патшалăxпе Унăн тÿрĕлĕxне шырăр, унтан вара ытти пур те парăнĕ сире. Çапла ыранxи куншăн ан шуxăшлăр, ыранxи кун xăйшĕн xăй шуxăшлĕ. Пур куна та xăйшĕн xăй шуxăшĕ çитĕ.

VII ПŸЛĔМ.

Çынна ан айăплăр, айăпламасан, xăр та айăплă пулмăр. Çынна йепле айăппа айăплăр, xăра та çав айăппаx айăплĕç; çынна йепле виçепе виçĕр, сире те çав виçепеx виçĕç. Мĕшĕн çын куçĕнђи çÿппе пăxатăн, xу куçăнти пĕренене сисместĕн? Куçăнта пĕрене пулсан, кÿр, епĕ сан куçăнти çÿппе кăларам, тесе йепле калăн çынна? Ей ултавçă çын! малтан xу куçăнти пĕренене кăлар, унтан вара çын куçĕнђи çÿппе кăларма тин пĕлĕн. Святой йапалана йытă умне ан пăраxăр, аxаxăра сысна ури айне пăраxса ан таптатăр, вăл çавăрăнса сире ан тулатăр. Ыйтăр, ыйтсан илĕр; шырăр, шыраса тупăр; шаккăр, шаккасан уçĕç сире. Ыйтакан илет, шыракан тупат̌, шаккакана уçаççĕ. Ывăлĕ çăкăр ыйтсан, ђул паракан çын сирĕн xушшăрта пур-и? Тата ывăлĕ пулă ыйтсан, çĕлен паракан пур-и? Есир усал пулсан та, xăрăн ађăрсене аван йапала пара пĕлсен, сирĕн çÿлти Аçăр Унтан ыйтакансене тата ытлараx ырăлăx тăвĕ. Xăршăн çынна йепле тутарасшăн, xăр тă çынна çăплаx тăвăр, саккон та пророксем те çапла тума xушаççĕ. Тăвăр xапxапа кĕрĕр, сарлака xапxапа аслă çул пĕтерме илсе кайаççĕ. Ђĕрĕлĕxе илсе кайас xапxа тăвăр, унта пыракан çул ансăр, вĕсене саxал çын тупат̌. Суйа пророксенђен сыxланăр, вĕсем тискер кашкăрсем пулса сирĕн патра сурăx тумтирĕ тăxăнса пыраççĕ. Вĕсенĕн ĕçĕсене курса, вĕсене пĕлĕр. Тăрăн йывăççи çинђен иçум çырли татаççĕ-и, куршанкă аври çинђен смоква тийекен çимĕçе татаççĕ-и? Çапла ырă йывăç ырă çимĕç тăват̌, нађар йывăç нађар çимĕç тăват̌. Ырă йывăç нађар çимĕç тумĕ, нађар йывăç ырă çимĕç тăваймĕ. Ырă çимĕç туман йывăçсене пурне те вута касса пăраxаççĕ. Çапла есир те вĕсенĕн ĕçĕсене курса, вĕсене пĕлĕр. Мана: ей Вĕрентекен! Вĕрентекен! тесе калакан пур те çÿлти патшалăxа кĕреймĕ, Ман çÿлти Аттенĕн ирĕкне туса пурăнакан анђаx кĕрĕ унта. Нумайĕшĕ çав кун калĕç Мана: ей Турăçăм, Турăçăм! ÿлĕм мĕн пулассине Санăн йатăпа каласа кăтартмарăмăр-и епир? шуйттансене те Санăн йатăпа xуса кăлармарăмăр-и? Нумай тĕлĕнмелле ĕç Санăн йатăпа тумарăмăр-и? тийĕç. Çавăн ђуxне Епĕ каласа парăп вĕсене: Епĕ сире ниxăçан та пĕлмен, кайăр Ман патăмран усал тунă çынсем, тесе. Çапла, Ман сăмаxсене итлесе, тытса тăракана çуртне ђул çине туса лартнă ăслă çынна танлаштарăп. Çумăр çăва пуçларĕ, шыв çыранĕнђен туxрĕ, çил вĕре пуçларĕ, унтан вара вĕсем çав çурта çыпçăнђĕç, вăл çурт ђул никĕслĕ пулса, тÿнсе ишĕлмерĕ. Çак Манăн сăмаxсене итлесе тăракан, вĕсене тытса тăмасан, çуртне xăйăр çине лартнă ăссăр çынпа танлашĕ. Çурĕ çумăр, шывĕ çыранĕнђен туxрĕ; çил вĕрђĕ, унтан вара вĕсем çав çурта çыпçăнђĕç, вăл вара ишĕлђĕ; вăл ишĕлни пит усал пулђĕ, тенĕ. Іисус çак сăмаxĕсене каласа пĕтерсен, Вăл вĕрентнинђен етем тĕлĕннĕ. Вăл кĕнекеçĕсем пе фа- рисейсем пек вĕрентмен, xăватлă ирĕклĕ вĕрентнĕ.

VІІІ ПŸЛĔМ.

Іисус ту çинђен ансан, Ун xыçĕнђен нумай етем пынă. Çавăн ђуx пĕр суранлă çын пырса, пуççапса каланă Ăна: ей Вĕрентекен! тасатас тесен, тасатăн Есĕ мана, тенĕ. Іисус аллине тăсса, тивертсе каланă ăна: тасатасшăн, тасал, тенĕ. Вăл сурантан тасалнă вара. Іисус каланă ăна: асту, никама та ан кала; кайса священнике курăн, вĕсем пĕлђђĕр тесе Моисей xушнă парнене пар, тенĕ. Іисус Капернаум xулине кĕрсен, Ун патне пĕр тÿре пырса йăлăннă: Ей Вĕрентекен! манăн ђурам килте пит вăйсăр выртса асапланат̌, тенĕ. Іисус каланă ăна: Епĕ пырса ђĕртĕп ăна, тенĕ. Тÿре xирĕç тавăрса каланă: Ей Вĕрентекен! епĕ Сана xам çуртма кÿртме те йурăxсăр; Есĕ сăмаxпа анђаx каласан та ђурам ђĕрĕлĕ. Епĕ çын алли айĕнђи çын пулсан та, xам аллăмри салтаксене, пĕрне кай, тесен, кайат̌, тепĕрне кил, тесен, килет, ђурама çавна ту, тесен, тăват̌, тенĕ. Çакна илтсен Іисус тĕлĕнсе Xăй xыçĕнђен пыракансене каланă: ђăн калатăп сире, Израил çĕрĕнђе çакăн пек ĕненекен çын урăx тупмарăм. Калатăп сире, нумайĕшĕ xĕвел туxĕçпе xĕвел анĕç йенђен килсе, Авраам, Исаак, Іаковсемпе пĕрле çÿлти патшалăxра ларĕç. Патшалăx ађисене тамăк варрине пăраxĕç, унта йĕрÿ те шăлшатăртаттару та пулĕ, тенĕ. Іисус тÿрене каланă вара: кай килнĕ, есĕ ĕненнĕшĕн ыйтни пултăр сана, тенĕ. Тÿренĕн ђури çав вăxăтраx ђĕрĕлнĕ вара. Іисус Петр пÿртне кĕрсен унăн xуњамăшĕ тар ђирĕпе выртнине курнă, Іисус унăн аллине сĕртĕнсен, унтан тар ђирĕ кайнă вара. Вăл ђĕрĕлсе тăрсан ђысланă вĕсене. Каç пулсан, Ун патне ийелĕ çынсене нумай илсе пынă; Вăл усал сывлăшсене сăмаxĕпе çынсем ăшĕнђен xăваласа кăларнă, сывмаррисене пурне те тÿрлетнĕ. Çапла Исаія пророк урлă калани вырăна килнĕ, вăл калат̌: Вăл пирĕн сывмарлăxсене илђĕ, пирĕн ђирсене йăтса кайрĕ, тет. (Исаiи 53, 4). Іисус Xăй йăри-таврашĕнђе нумай етем курсан вĕренекенĕсене тепĕр йенне ишсе каçма xушнă. Çавăн ђуне пĕр кĕнекеçĕ Ун умне пырса каланă Ăна: Вĕрентекен! Есĕ кирек ăçта кайсан та, епĕ Сан xыçăнтан пырăп, тенĕ. Іисус каланă ăна: тиллĕн те шăтăкĕ пур, вĕçен кайăкăн та йăви пур, етем Ывăлĕйĕн ни ăçта пуç ђикме те вырăнĕ çук, тенĕ. Тепĕр вĕренекен каланă Ăна: Ей Вĕрентекен! йар-ђĕ мана, малтан аттеме кайса пытарса вилĕм, тенĕ. Іисус каланă ăна: пыр Ман xыçран; вилене пытарма вилнисене парса xăвар, вĕсем xăйсемеx пытарђђăр, тенĕ. Вăл кимĕ çине ларсан, Ун xыççăн вĕренекенĕсем те кĕнĕ унта. Çавăн ђуx тинĕс çинђе пит вăйлă xум пулса xумсем кимме xупла пуçланă; Іисус ун ђуxне çывăрнă. Вĕренекенĕсем пырса, тăратса каланă Ăна: ей Вĕрентекен! çăл пире, пĕтетпĕр епир, тенĕ. Вăл каланă вĕсене: ей саxал ĕненекенсем, мĕшĕн есир çав тĕрлĕ xăравçă? тенĕ. Унтан вара Вăл тинĕспе çиле тăрса ђарсан, лăпаx тÿлек пулнă вара. Çынсем тĕлĕнсе пĕрне пĕри каланă: тинĕс те çил те пăxăнат̌ Ăна, кам-ши ку? тенĕ. Вăл Гергесин çĕрĕ йенђи xĕррине кимĕпе çитсен, унта тупăкран туxнă икĕ пит тискер ийелĕ çынсем тĕл пулнă Ăна; çавăмпа унти çулпа никам та иртсе çÿреймен. Вĕсем кăшкăрса каланă Ăна: Ей Турă Ывăлĕ, Іисус, Есĕ пирĕнпе мĕн тăвасшăн? Есĕ пире вăxăтсăр асаплантарма килтĕн кунта, тенĕ. Вĕсенђен айакра аслă сысна кĕтĕвĕ çÿренĕ. Ийесем: Есĕ пире xăваласа кăларсан, сысна кĕтÿне кĕме xуш, тесе ыйтнă Унтан. Вăл каланă вĕсене: кайăр, тенĕ. Вĕсем туxсан сысна кĕтÿне кайнă вара. Пĕтĕм сысна кĕтĕвĕ çырантан сиксе ÿксе, тинĕс шывĕнђе вилсе пĕтнĕ. Кĕтÿçĕсем xулана ђупса çитсен, мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă, ийеллисемпе мĕн пулнине те каланă. Унтан вара пĕтĕм хула Іисуса xирĕç туxса, Ăна курсан, пирĕн тавраран кайсам, тесе йăлăннă.

IX ПŸЛĔМ.

Унтан вара Вăл кимĕ çине кĕрсе, тинĕс урлă каçса, Xăй xулине тавăрăннă. Çавăн ђуx Ун патне пĕр вăйсăрланнă çынна вырăн çине xурса илсе пынă. Іисус вĕсем ĕненнине курса, вăйсăр выртакана каланă: ан xăра ађам! санăн çылăxăсем каçарăнаççĕ, тенĕ. Çавăн ђуxне xăш-xăш кĕнекеçĕсем xăйсем ăшĕнђе: Вăл Турра мăшкăллат̌, тесе шуxăшланă… Іисус вĕсем шуxăшланине сиссе каланă: мĕшĕн есир xăр ђĕрĕрте усал шуxăш шуxăшлатăр? Xăшĕ калама çăмăлтараx: çылăx каçарăнат̌ теме-и; тăрса çÿре, тесе калама-и? Çĕр çинђе çылăx каçарма етем Ывăлĕйĕн ирĕкĕ пурне сире пĕлтересшĕн: (тесен, Іисус вăйсăр выртакана каланă: ) тăрса xу выртакан вырăнна ил те, тавăрăн килнĕ, тенĕ. Вăл тăрса, вырăнне илнĕ те, килнĕ тавăрăннă. Xалăx çак ĕçе курсан, çынсене çав тĕрлĕ ирĕк панă Турра тĕлĕнсе, аслăласа муxтанă. Унтан иртсе пынă ђуx, Іисус куланай пуçтаракан çĕрте ларакан Матѳей йатлă çынна курсан; каланă ăна: ăт̌а Манпа, тенĕ. Матѳей тăрса Ун xыççăн кайнă, Іисус пĕр пÿртре вĕренекенĕсемпе апат тунă ђуx, мытарсем, çылăxлисем нумайĕшĕ çав пÿрте йĕрсе Унпа пĕрле апата ларнă. Çавна курсан, фарисейсем Унăн вĕренекенĕсене каланă: сирĕн Вĕрентекенĕр мĕшĕн мытарсемпе, çылăxлисемпе пĕрле ĕçсе çийет? тенĕ. Іисус çавна илтсен каланă вĕсене: сыв çынна лекĕр кирлĕ мар, сывмарне кирлĕ. Пырăр, «парне мар, Мана сăвап кирлĕ» тенĕ сăмаx мĕн пулнине кайса вĕренĕр. Тасисене мар, çылăxлисене çылăxран ÿкĕнме ђĕнме килнĕ Епĕ, тенĕ. (Осiи 6, 6). Çавăн ђуx Іоаннăн вĕренекенĕсем Ун патне пырса каланă Ăна: фарисейсемпе епир типĕ нумай тытатпăр, Санăн вĕренекенĕсем мĕшĕн типĕ тытмаççĕ? тенĕ. Іисус каланă вĕсене: туй xалăxĕсем кĕрĕвĕ xăйсемпе пĕрле ђуx xуйxăраççĕ-и? Вăxăт çитсен вĕсенĕн кĕрÿне туртса илĕç, вĕсем те вара типĕ тытĕç. Кивĕ тумтире пĕр çын та шуратман çĕнĕ пирпе сапламаст; сапласан, çĕнĕ çĕлени киввĕнђен татăлса ÿксе, шăтăкĕ ĕлĕкxинђен те аслăраx пулĕ вара. (Тата, çĕнĕ ереxе кивĕ сăран xутаççа тултармаççĕ; тултарсан, ереxxи xутаççине çурса, йуxса туxĕ, xутаççи те сайа кайĕ; çĕнĕ ереxxе çĕнĕ сăран xутаç çине тултараççĕ, вара икĕш те вĕсем сыx тăраççĕ, тенĕ. Вăл çак сăмаxсене каланă ђуx, пĕр тÿре Ун умне пырса, пуççăпса каланă Ăна: манăн xĕрĕм вилеx ĕнтĕ, Есĕ ун патне пырса аллăна ун çине xурсам, вăл ђĕрĕлĕ-ђĕ, тенĕ. Іисус ун xыçĕнђен тăрса кайсан, вĕренекенĕсем те пынă. Çавăн ђуxне вун-икĕ çул йун йуxăнĕпе асапланнă арам Ун xыçĕнђен пырса, Унăн тумтирĕ аркине сĕртĕннĕ. Вăл xăй ăшĕнђе, епĕ Унăн тумтирпе анђаx пырса сĕртĕнсен те ђĕрĕлĕттĕм, тесе шуxăшланă, Іисус çавăрăнса пăxсан, курса каланă ăна: ан xăра xĕрĕм! xу ĕненни çăлђĕ сана, тенĕ. Вăл арăм çавăнтампа ђĕрĕлнĕ вара. Іисус тÿре килнĕ пырсан, шăxлиђĕ калакансемпе xалăxсем шуйăxса пăлxаннине курса каланă вĕсене: туxăр кунтан, xĕр вилмен xалĕ; çывăрат̌ вăл, тенĕ. Вĕсем Вăл апла каланинђен кулнă. Xалăx туxсан, Іисус йĕрсе xĕре аллинђен тытнă та вăл тăнă вара. Çак xыпар çав çĕр çинђе пур тĕлете сарăлнă вара. Іисус унтан тавăрăннă ђуx Ун xыçĕнђен икĕ суккăр çын кăшкăрса пынă: ей Іисус, Давид ывăлĕ, xĕрxен пире! тенĕ. Вăл пĕр киле çитсе кĕрсен, çав суккăрсем Ун патне пынă. Іисус каланă вĕсене: Епĕ кăна пултарасса ĕненетĕр-и? тенĕ. Ĕненетпĕр, Вĕрентекен! тенĕ вĕсĕм. Унтан вара Вăл вĕсен куçĕсене аллипе тивертсе каланă вĕсене: xăр ĕненни тăрăx пултăр сире, тенĕ. Вĕсенĕн кусĕсем уçăлнă вара. Іисус xытарса каланă вĕсене: астăвăр, пĕр çынна та ан калăр, тенĕ. Вĕсем çапаx та унтан туxса çав çĕре пур тĕле те калаçса çÿресе xыпар сарăлтарнă. Вĕсем туxса кайнă ђуx, Ун патне ийе йернĕ ђĕлxесĕр çынна çавăтса пынă. Ийене xăваласа кăларсан, ђĕлxесĕр çын калаçа пуçланă. Xалăx тĕлĕнсе каланă вара: кун пек xăват Иараилте ниxăçан та xалиççен пулман-ђĕ, тенĕ. Фарисейсем калаçнă: Вăл ийесене ийе пуçлăxĕ вăйĕпе xăваласа кăларат̌, тенĕ. Іисус пур xуласене, йалсене, вĕсенĕн синагогисене кĕрсе, патшалăxăн ырă xыпарне каласа вĕрентсе, çынсенђи тĕрлĕ ђирпе тĕрлĕ сурана тасатса çÿренĕ. Xыçĕнђен нумай пуxăнса çÿрекен xалăxсене курсан, вĕсем кĕтÿçĕсĕр сурăxсем пек аптăраса, саланса çÿренĕрен, Вăл пит xĕрxеннĕ вĕсене. Çавăн ђуx вĕренекенĕсене каланă: вырмалли нумăй, выракан саxал. Çавăмпа есир вырмаллийĕн йышне: «xăвăн вырас тырру çине выракансене йар-ђĕ» тесе йăлăнăр тенĕ.

X ПŸЛĔМ.

iисус вуникĕ вĕренекенĕсене ђĕнсе илсе, усал сывлăшсене xăваласа кăларма, тĕрлĕ ђирпе тĕрлĕ сурантан тÿрлетме ирĕк панă вĕсене. Вуникĕ апостăлсенĕн йађĕсем ак çапла: малтанxи Петр тенĕ Симон, унăн шăллĕ Андрей, Зеведей ывăлĕ Іаков, унăн шăллĕ Іоанн, Филиппа Варфоломей, Ѳомапа Матѳей мытар; Алфей ывăлĕ Іаковпа Ѳадей тенĕ Леввей. Симон Кананитпа Іуда Искарiот, вăл кайран Іисуса сутнă. Çакă вуникĕ вĕренекенĕсене йанă ђуx, Іисус каланă вĕсене: есир çÿренĕ ђуx суйа тĕве тытса тăракансем патне ан кайăр, Самарія xулине ан кĕрĕр. Ђасрах Израил килĕйĕн çуxалнă сурăxĕсем патне кайăр. Çÿренĕ ђуx çÿлти патшалăx çывăxарђĕ, тесе каласа çÿрĕр. Ђирлисене тÿрлетĕр, йуxансене тасатăр, вилнисене ђĕртĕр, ийесене xăваласа кăларăр. Аxаљ илтĕр, аxалеx парăр. Пиçиxxийĕр çумне ылттăн, кĕмĕл, пăxăр xăрпа пĕрле ан илĕр, Çула туxнă ђуx xутаç, икĕ тумтир, урана сырмалли те патак та ытлашши ан илĕр. Ĕçлеме тăрăшакан тăранма ти- вĕçлĕ. Кирек йепле xулана йе йала кĕрcен те есир унта кам тивĕçлине ыйтса пĕлĕр, пĕлсен çавăнта туxитђенеx тăрăр вара. Çурта кĕнĕ ђуx «канлĕx çак çурта, » тесе калăр ăна. Килĕ йурăxлă пулсан сирĕн канлĕxĕр çав çурта тивĕ, йурăxлă пулмасан сирĕн канлĕxĕр xăр çинеx тавăрăнĕ. Кам та пулин сире xапăл илмесен, сăмаxăрсене те итлемесен, есир çав килтен-и, çав xуларан-и, туxнă ђуx xăр урăрти тăпрăра силлесе xăварăр. Ђăн калатăп сире: сут кунĕнђе Содомпа Гомор çĕрне çав xуларан авантараx пулĕ. Ĕнтĕ Епĕ сурăx- сене кашкăрсем xушшине йанă пек йаратăп сире, çавăнпа есир xăр та çĕлен пек çивђĕ пулăр, кăвакарђăн пек йăваш пулăр. Çынсенђен сыxланăр: вĕсем çутă парĕç сире, xăйсем синагогисенђе xĕнĕç сире. Маншăн сире тÿресем патне, патшасем патне илсе кайĕç, çавăн ђуx есир вĕсемпе  тĕнсĕр xалăxсем умĕнђе Ман çийĕмрен ыйтнине каласа катăртăр. Сире сута ларсан, епир мĕн калăпăр тесе ан шуxăшлăр; çав сеxетре мĕн каласси сирĕн ђĕлxĕр çинђеx пулĕ. Есир xăр каламăр, Аçăр Сывлăшĕ сирĕн ăшăрта каласа тăрĕ. Тăванĕ тăванне вилĕме парĕ; ашшĕ ывăлне, ађасем ашшĕпе амăшне xирĕç тăрса, вĕлерĕç вĕсене. Манăн йатшăн сире пур те кураймĕç; çавна пĕтетђен тÿсекен xăтăлĕ. Сире пĕр xулара xĕсе пуçласан, тепĕр xулана тарăр. Ђăн калатăп сире: есир Израил xулисене çÿресе пĕтеретђен, етем Ывăлĕ килĕ. Вĕренекен вĕрентекентен аслă пулмаст, ђури тĕ улпутĕнђен аслă пулмаст. Вĕренекен вĕрентекенĕ ђуxлĕ пулсан, ђури те улпуђĕ ђуxлĕ пулсан çитĕ-ђĕ вара. Кил йышне шуйттан пуçлăxĕ тесе каласан, унăн килти семйисене питĕреx те каламĕç-ши? Еппин ан xăрăр вĕсенђен: уçмалла мар алтса пытарса xуни çук, пĕлмелле мар вăрттăн туни те нимĕн те çук. Епĕ сире тĕттĕмре каланине, есир çутăракалăр; Епĕ сире xăлxăра каланине есир пÿрт тăрри çине улăxса калăр. Ÿте вĕлерсе ђуна вĕлерейменнисенђен ан xăрăр; ÿтпе ђуна тамăкра пĕтерекентен xăрăр есир. Икĕ çерçийе икĕ пуса сутмаççĕ-и? Аçăрăн ирĕкĕнђен пуçне çавсенђен пĕри те çĕр çине ÿкмĕ. Сирĕн пуçăрти çÿç пĕрђисем пур те xисеплĕ. Ан xăрăр: есир темĕн ђуxлĕ çерçирен те авантараx. Çынсем умĕнђе Мана ĕненнине xăйса пĕлтернĕ çынна, Епĕ çÿлти Аттем умĕнђе савса пĕлтерĕп ăна. Çынсем умĕнђе Манран туннă çынтан, Епĕ те çÿлти Аттем умĕнђе унтан тунăп. Епĕ çĕр çине тăнăçлăx пама килнĕ тесе ан шуxăшлăр; Епĕ тăнăçлăx пама килмен, xĕç йама килнĕ. Епĕ ывăлне ашшĕнђен, xĕрне амăшĕнђен, кинне хуњамăшĕнђен ÿйăрма килтĕм. Çыннăн xăй килĕнђисем те унăн тăшманĕсем пулĕç. Ашшĕне, амăшне Манран ытлараx йуратакан Мана йурăxсăр; ывăлне, xĕрне Манран ытлараx йуратакан та Мана йурăxлă мар. Xăй xĕресне илсе Май xыççăн пыман çын Мана йурăxлă мар. Xăй ђунне усракан ăна çуxатĕ; xăй ђунне Маншăн çуxатакан ăна усрĕ. Сире илекен Мана илет, Мана илекен Мана Йаракана илет. Пророка пророк тесе илекен пророк сăвапне илĕ; таса çынна таса çын тесе илекен таса çын сăвапне илĕ. Кам та пулин çак пĕђĕк- çисем xушшинђен пĕрне вĕренекен тесе пĕр курка анђаx сивĕ шыв ĕçтерсен те, ђăн калатăп сире, вăл xăй пайне çуxатмĕ.

XI ПŸЛĔМ.

Іисус вуникĕ вĕренекенĕсене ÿкĕтлесе, вĕрентсе пĕтерсен, унтан вĕсенĕн xулисене ырă xыпар каласа вĕрентнĕ кайнă вара. Іоанн тĕрмере выртнă ђуx Xристос ĕçĕсене илтсен: «Есĕ-и килме пулнă Xристос, йе пирĕн урăxне кĕтмелле-и? » тесе калама Ун патне xăйĕн икĕ вĕренекенне йанă. Іисус сăмаx тавăрса каланă вĕсене: мĕн курнине, мĕн илтнине Іоанна кайса калăр. Суккăрсенĕн куçĕсем уçăлаççĕ, уксаxсем çÿрекен пулаççĕ, суранлисем тасалаççĕ, xăлxасăрсем илтекен пулаççĕ, вилнисем ђĕрĕлсе тăраççĕ, кĕлĕмçĕсене те ырă xыпар каланат̌. Ман çийĕмрен усал шуxăшламан çын телейлĕ, тенĕ. Вĕсем кайсан, Іисус xалăxа Іоанн çинђен кала пуçланă: пушă xире мĕн курма кайрăр есир? çил силлентерекен xăмăша курма кайрăр-им? Мĕн курма кайрăр вара есир? çемçе тумтир тăxăннă çынна курма-им? Çемçе тумтир тăxăнакансем [патша çуртĕнђе тăраççĕ. Мĕн курма кайрăр есир? пророка курма-им? Калатăп сире: вăл пророкран та аслăраx. Ĕнтĕ ку: Акă Епĕ Сан умăнтан Xам Ангелма йаратăп, вăл Сан умăнти çула xатĕрлĕ, тесе пророк урлă ĕлĕкеx çырса xуни пулат̌. (Малаx. 3, 1). Ђăн калатăп сире: арăмсенђен çуралнисем хушшинђе шыва кÿртекен Іоаннтан аслă çын пулман; çапаx та çÿлти патшалăxра ђăн кĕçĕнни те унтан аслă. Шыва кÿртекен Іоанн вăxăтĕнђен xалиђђенеx çÿлти патшалăx вăйпа тăрăшсан илĕнет, тăрăшакансем илеççĕ ăна. Пур пророксем те саккон та ÿлĕм мĕн пулассине Іоанна çитетђен каласа xунă. Xапăл плессĕр килсен, килмелле тенĕ Илія çакă xăй. Илтме xăлxи пурри илттĕр! Кампа таншлаштарăп çак ăрăва? Ку ăру урамра ларакан ађасем пек, вĕсем иртсе кайакан йулташĕсене ђĕнсе калаççĕ: епир сирĕншĕн шăxлиђĕ каларăмăр, есир ташламарăр; епир сирĕншĕн xуйxăлă йурă йурларăмăр, есир йĕмерĕр, теççĕ. Іоанн килђĕ, ĕçмест те, çимест те; ун ăшĕнђе шуйттан, теççĕ. Унтан етем Ывăлĕ килђĕ, Вăл ĕçет те, çийет те; Ăна калаççĕ: ку çын çиме те ереx ĕçме те йуратат̌; вăл мытарсемпе, çылăxлисемпе тус пулса çÿрет, теççĕ. Ăслăлăx ађисемпе тĕрĕсленет. Унтан вара Іисус Xăй xăватне ытлараx кăтартнă xуласене, вĕсем ÿкĕнменшĕн, вĕсене ÿпкелесе йатла пуçланă. Xуйxă сана Хоразин! xуйxă сана Виѳсаида! сире кăтартнă xăватсене Тир па Сидона кăтартнă пулсан, вĕсем xуйxă тумтирĕ тăxăнса, пуçĕсем çине кĕл xурса, таxçанаx ÿкĕннĕ пулĕ-ђĕç. Акă калатăп спре: сут тунă кун Тирпа Сидона сиртен çăмăлтараx пулĕ. Есĕ те пĕлĕте çитетђен xăпарнă Капернаум, тамăка çитетђен ÿкĕн; сана кăтартнă xăватсене Содома кăтартнă пулсан, вăл xалитђенеx тăнă пулĕ-ђĕ. Калатăп сире: сут тунă кун Содом çĕрне сантан çăмăлтараx пулĕ, тенĕ. Çав вăxăтра Іисус сăмăxне татмасăраx каланă: ей Аттем, пĕлĕтпе çĕр Турри! Есĕ çакна ђейисемпе ăслисенђен пытарса ађасене пĕлтернĕшĕн муxтатăп Сана. Ей Аттем! Санăн ирĕкĕ çапла пулнă. Манăн Аттем пурне те Мана йанă, Аттерен пуçне Ывăлне никам та пĕлмест, Аттене те Ывăлĕнђен пуçне никам та пĕлмест, Ывăлĕ йама пĕлтерĕ, çавă анђаx пĕлĕ. Асап куракансемпе минкенекенсем пурăр та килĕр Май патма, Епĕ сире канлĕx парăп. Манăн xăмăта (сÿсмене) тăxăнăр, таxансан Епĕ лăпкă, йăваш ђĕрелине пĕлĕр, xăр ђунăрсемшĕн те канлĕx тупăр. Манăн xăмăтăм çемçе, Манăн йывăрăм çăмăл, тенĕ.

XII ПŸЛĔМ.

Çав вăxăтра исус шăмат кун тырă пуссипе иртсе пынă; Унăн вĕренекенĕсенĕн xырăмĕсем выçсан, вĕсем тырă пуçаxĕсепе тата тата илсе çийе пуçланă. Фарнсейсем çавна курсан каланă Ăна: акă Санăн вĕренекенĕсем шăмат кун тумалла мар ĕçе таваççĕ, тенĕ. Вăл вĕсене xирĕç каланă: Давид xăй те унăн йулташĕсем те выçăxсан мĕн тунпне вуламан-им есир? Йепле вăл Турă çуртне кĕрсе xăне те йулташсене те тивĕçлĕ мар, священниксене анђаx тивĕçлĕ кĕлĕ çăкăрне çинĕ, тенĕ. Шăмат кун священниксем ђиркÿре шăмат куна пăссан та вĕсем айăплă пулманнине есир сакконра вуламан-им? Калатăп сире: кунта ђиркÿрен те аслă пур. «Парне кирлĕ мар Мана, сăвап кирлĕ» тени мĕн иккенне пĕлсен айăп- сăррисене айăпламăтăр есир. (Осiи 6, 6). Етем Çав вăxăтра Іисус шăмат кун тырă пуссипе иртсе пынă; Унăн вĕренекенĕсенĕн xырăмĕсем выçсан, вĕсем тырă пуçаxĕсене тата тата илсе çийе пуçланă. Фарисейсем çавна курсан каланă Ăна: акă Санăн вĕренекенĕсем шăмат кун тумалла мар ĕçе таваççĕ, тенĕ. Вăл вĕсене xирĕç каланă: Давид xăй те унăн йулташĕсем те выçăxсан мĕн тунине вуламан-им есир? Йепле вăл Турă çурт- не кĕрсе xăне те йулташсене те тивĕçлĕ мар, священниксене анђаx тивĕçлĕ кĕлĕ çăкăрне çи- нĕ, тенĕ. Шăмат кун священниксем ђиркÿре шăмат куна пăссан та вĕсем айăплă пулманнине есир сакконра вуламан-им? Калатăп сире: кунта ђиркÿрен те аслă пур. «Парне кирлĕ мар Мана, сăвап кирлĕ» тени мĕн иккенне пĕлсен айăп- сăррисене айăпламăтăр есир. (Осiи 6, 6). Етем Ывăлĕ шăмат куна та пуçлăx. Çак вырăнтан кайсассăн Вăл вĕсенĕн кĕлле пуxăнакан пÿртне кĕнĕ. Унта типнĕ алăлă çын пулнă; Іисуса айăпласшăн: шăмат-кун çынна тÿрлетме йурат̌-и? тесе ыйтнă Унтан. Вăл каланă вĕсене: xăшăрăн та пулин пĕртен пĕр сурăx анђаx пулсан, вăл шăмат кун шăтăка кайсан, йышĕ ăна шăтăкран кăларса илми-мĕн? Çын сурăxран мĕн ђуxлĕ ырă! Апла пулсан шăмат кун ырăлăx тума йурат̌, тенĕ. Унтан вара çавă алли типнĕ çынна каланă: тăс аллăна, тенĕ; вăл тăснă; тăссанаx, унăн алли тÿр- ленсе тепĕр алли пекеx пулнă. Фарисейсем вара унтан туxса Іисуса мĕн те пулин туса вĕлерес тесе канаш тунă. Іисус ăна пĕлсе унтан кайнă. Ун xыçĕнђен нумай xалăx пынă; Вăл вĕсене пурне те тÿрлетнĕ. Тÿрлетнисене Xăй çинђен пĕр çынна та калама xушман; ĕнтĕ Исаія пророк урлă калани вырăна килнĕ, вăл каланă: Акă Епĕ савса, суйласа илнĕ ађам, ун çинђе Манăн кăмăлăм. Епĕ Ун çине сывлăшма xурăп та Вăл xалăxсене ђăн тÿрĕлĕxе нĕлтерĕ. Вăл xирĕç сăмаx каламĕ, кăшкăрмĕ, Унăн сассине урамра никам та илтмĕ. Вăл аманнă xăмăша та xуçмĕ, тĕтĕм туxса йăсăрланакан йĕтĕне те сÿнтермĕ, çапаx xăй вĕрентнĕ ђăн тĕнне питĕлентерĕ. Xалăxсем пур те Унăн йађĕ çине шанса тăрĕç, тенĕ. (Исаiи 42, 1, 3). Çавăн ђуxне Ун патне ийелĕ çынна илсе пынă, вăл ђĕлxесĕр, суккăр, пулнă иккен; Вăл ăна тÿрлетнĕ, ђĕлxесĕр, суккăр çын калаçакан, куракан пулнă. Пĕтĕм xалăx тĕлĕнсе каланă вара: Давид ывăлĕ Xристос çакă мар-и? тенĕ. Фарисейсем çавна илтсен каланă: Вăл ийесене ийе пуçлăxĕ веельзевул xăвађĕпе xăваласа кăларат̌, тенĕ. Іисус вĕсенĕн шуxăшне пĕлсе каланă вĕсене: кирек xăш патшалăx xалăxĕ те пĕр пĕринпе урлă пулсан саланса кайĕ; кирек xăш кил те xăйĕн ăшăнђе урлă пулсан тăраймĕ. Шуйттан шуйттана xăваласа кăлара пуçласан, вĕсем пĕр пĕринпе урлă пулаççĕ: апла пулсан унăн патшалăxĕ йепле тăрĕ вара? тесе ыйтнă. Епĕ веельзевул xăвађĕпе шуйттансене xăваласа кăлартăп пулсан, сирĕн ывăлăрсем кам вăйĕпе xăваласа кăлараççĕ? Çав тăрăx вĕсем сирĕн тÿрĕрсем пулĕç. Епĕ шуйттансене Турă Сывлăшĕпе xăваласа кăларатăп пулсан: сире Турă патшалăxĕ çитнĕ-тĕр. Вăйлă çын кил-çуртне кĕрсе, малтан йышне çыxмасăр, унăн мулне кам туласа илĕ? ăна çыxсан тин унăн кил-çуртне çаратĕ вара. Манпа марри Мана xирĕç; Манпа пĕрле пуçтарманни салатса пĕтерет. Çавăнпа калатăп сире: пур çылăx та пур тĕрлĕ xурăлăx туни те çынсене каçарăнĕ; Сывлăша xурлани çынсене каçарăнмĕ. Етем Ывăлне xирĕç калакана каçарăнĕ: Святой Сывлăша xирĕç калакана ку тĕнђере те, леш тĕнђере те каçарăнмĕ. Йывăççи аван тесе пĕлсен, унăн çимĕçне те аван тесе пĕлĕр; йе йывăççи нађар тесе пĕлсен, унăн çимĕçне те нађар тесе пĕлĕр. Йывăç çимĕçĕ тăрăx пĕлĕнет. Ей çĕлен çурисем! xăр усал пулсан, есир йепле ырă калаçăр? Çăвар кăмăл ытла туллирен калаçат̌. Ырă çын таса кăмăлĕнђен ырă сăмаx кăларат̌; усал çын усал кăмăлĕнђен усал сăмаx кăларат̌. Епĕ калатăп сире: çынсем кирек мĕн тĕрлĕ кăлăx каланă сăмаxĕшĕн сут кунĕнђе тăрса xисеп памалла пулĕç. Xу сăмаxă тăрăx тÿрре те туxăн, xу сăмаxă тăрăx айăпа та йулăн, тенĕ. Çавăн ђуxне xăш xăш кĕнекеçĕçемпе фарисейсем каланă Ăна: ей Вĕрентекен! пирĕн Сантан пĕр тĕрлĕ xăват курас килет, тенĕ. Вăл xирĕç тавăрса каланă вĕсене: усал аскăн йăx xăват кĕлет; Іона пророк xăвађĕнђен пуçне урăx xăват пулмĕ ăна. Іона кит пулă ăшăнђе виçĕ кун, виçĕ çĕр выртнă пек, етем Ывăлĕ те çĕрте виçĕ кун, виçĕ çĕр пытарăнса выртĕ. Ниневія çыннисем сут кунĕнђе çак йăxа xирĕç тăрса айăплĕç: вĕсем Іона каланă сăмаxа илтсен укĕннĕ; акă кунта Іонаран та асли пур. Кăнтăр йенђи арăм патша сут кунĕнђе çак йăха xирĕç тăрса айăплĕ; вăл xăй инçе çĕртен Соломон пĕлĕмлĕxне итлеме килнĕ; ак кунта Соломонран та асли пур. Усал сывлăш çын ăшăнђен туxсан, xăй валли канлĕx вырăн тупаймасăр шывсăр çĕрте шыраса çÿрет. Тупаймасан вара xăне xăй калат̌: xам пăраxса туxнă çурта тăвăрăнам, тет; тавăрăнсан, ăна пушă xаллĕн, урайне шăлса, тирпейлесе xунине тĕл пулат̌. Унтан вара кайса xăйпе пĕрле тата xăйĕнђен те усалтараx сиђĕ сывлăша илсе пырăт̌ те, вĕсем пур те унта кĕрсе пурăнаççĕ варă; вăл çынна кайранxи малтанxинђен усалтараx пулат̌ вара. Ку усал йăxа та çапла пулĕ, тенĕ. Вăл xалăxпа çапла калаçнă ђуx Унăн амăшĕ пе тăванĕсем Унпала калаçасшăн тулта кĕтсе тăнă. Пĕр çын каланă Ăна: акă Санăн аннÿпе тăванăсем Санна калаçасшăн тулта кĕтсе тăраççĕ, тенĕ. Вăл çав çынна xирĕç тавăрса каланă: кам Манăн аннем? кам Манăн тăванăмсем? тенĕ те унтан вара аллипе Xăйĕн вĕренекенĕсем йенелле тăсса, кăтартса каланă: акă Манăн аннем, акă Манăн тăванăмсем. Манăн çÿлти Атте ирĕкне туса тăракан, тетем те, шăллăм та, аккам та йăмăкăм та, аннем те çавă Манăн, тенĕ.

XIII ПŸЛĔМ.

Çав кунаx Іисус килтен туxса тинĕс xĕррине пырса ларнă. Ун патне нумай xалăx пуçтарăннă, Вăл вара кимĕ çине кĕрсе ларнă; xалăxсем пур те тинĕс xĕрринђе тăнă. Вăл унта вĕсене йамаxпа нумай каласа вĕрентнĕ: Акă пĕр çын тырă акма туxнă. Вăл акнă ђуx xăш xăш пĕр- ђĕ çул xĕррине ÿкнĕ; xыçĕнђенеx кайăксем вĕççе пырса çинĕ ăна. Xăш xăш пĕрђĕ ђуллă тĕле, тăпра саxал çĕре ÿкнĕ; тăпра ăшăкран вăл ђасаx шăтса туxнă. Унтан вара xĕвел туxса сарăлсан, вăл тымар илеймесĕр xĕвелпе шанса типнĕ. Xăш xăш пĕрђĕ çум ăшне ÿкнĕ; çум ÿссе çитсен калђăне (уçăмне) пусса çĕнтернĕ. Тата xăш xăш пĕрђĕсĕм аван çĕре ÿкнĕ, унта ÿкнисенђен пĕр пĕрђĕнђен çĕр пĕрђĕ пулнă, тепĕрĕнђен утмăл пĕрђĕ пулнă, тата тепĕрĕнђен вăтăр пĕрђĕ пулнă. Итлеме xăлxа пурри итлетĕр! тенĕ. Унăн вĕренекенĕсем Ун патне пырса каланă Ăна: Есĕ вĕсене мĕшĕн йă- маxпа калатăп? тенĕ. Вăл вĕсене xирĕç каланă: çÿлти патшалăxăн пытарăнса тăракан пĕлмелле марне сире пĕлме йанă, вĕсене паман. Пуррине тата парăнĕ, унăн вара йышлăланĕ; çукăн мĕн пурри те илĕнĕ. Вĕсем пăxсан та курмаççĕ; итлесен те илтеймеççĕ, ăнланаймаççĕ, çавăнпа Епĕ вĕсене йăмаxпа калатăп. Исаія пророк каланă сăмаx вĕсене турĕ кплет, вăл каланă: xăлxăрна илтсен те ăнланаймăр; куçăрпа пăxсан та кураймăр. Çак çынсенĕн ђĕрисем xытнă, илтме xăлxисем xытă, курма куçĕсем xупăннă: вĕсем ĕнтĕ куçĕсемпе курмалла мар, xăлxисемпе илтмелле мăр, ђĕрисемпе те сисмелле мар. Ман йенелле çавăрăннаймаççĕ вĕсем. Епĕ тÿрлетеймĕп вĕсенĕ, тенĕ. (Исаiи 6, 9, 10). Сирĕн куçăрсем курнăран телейлĕ, xăлxăрсем те илтнĕрен телейлĕ. Ђăн калатăп сире: нумай пророксемпе таса çынсем есир кураканнине курасшăн-ђе те кураймарĕç, есир илтнине илтесшĕн-ђĕ те илтеймерĕç. Акă есир тырă акакан çын çинђен каланă йăмаx мĕн пулнине итлĕр xалĕ. Патшалăx сăмаxне итлесе ăнланайман çын патне усал пырса, унăн ђĕрипе акнă сăмаxа илсе кайат̌: ак ĕнтĕ çул xĕррине акнă тени çакă пулат̌. Ђуллă çĕре акни акă мĕн вăл: Турă сăмаxне илтсенеx xавас илекен çын пулат̌; унăн тымар сарăлманран, вăл тĕк тăраймаст, сăмаxшăн тăкăслăx килсен, вăл вара ђас шикленсе писет. Çум çине акнă тени акă çакă: пĕри сăмаxа илтессе илтет, анђаx ку тĕнђе шуxăшĕпе пуйанлăx ултавĕ ăна xупласа усăсăр тăваççĕ. Лайăx çĕр çине акни сăмаxа илтсен ăнланакан çын пулат̌, вăл вара усăлă пулат̌, пĕри çĕр тапxăр, тепĕри утмăл тапxăр, тата тепĕри вăтăр тапxăр усă кÿрет. Унтан тата Вăл тепĕр йăмаx каласа панă вĕсене: çÿлти патшалăx xăй xирне аван вăрлăx акнă çын йевĕрлĕ. Çыннисем çывăрнă ђуx унăн тăшманĕ пырса тулă xушшипе пукра акса кайнă. Калђи шăтса туxсан, пуçне кăларсан, пукри те туxнă. Кил йыш тарçисем кайса пăxсан каланă ăна: ей xуçа! есĕ xу ану çине таса вăрлăx акмасаттăн-а? пукрасем ăстан пулнă-ши унта? тенĕ. Вăл калана вĕсене: ăна курайман çын тунă, тенĕ. Тарçисем каланă ăна: пукрине çумлаттарас килмест-и санăн, епир кайса çумлăпăр ăна? тенĕ. Вăл каланă: çук; пукрине пуçтарнă ђуx унпа пĕрле есир туллине те туртса кăларăр. Ан тивĕр xалĕ, вырађђенеx пукрипе тулли пĕрле ÿсђĕр. Вырас ђуxне епĕ выракансепе калăп: малтан пукрисене пуçтарса, çунтарма çыxă çине çыxса xурăр; унтан туллăма манăн пÿлмеме пуçтарса xурăр, тийĕп, тенĕ. Вăл вĕсене тата тепĕр йăмаx каланă: çÿлти патшалăx пĕр çын xăй çĕрĕ çине пăрăç пĕрђи илсе акнă йевĕрлĕ. Пăрăç пĕрђи xăй ытти пур вăрлăx пĕрђинђен пĕђĕкçĕ пулсан та, ÿссе çитĕнсен пур ку- рăксенђен те пысăк пулат̌ вăл; ÿссе йывăçа çитсен вĕçен кайăксем пырса унăн турађĕсем айне пытанаççĕ, тенĕ. Вăл вĕсене тата тепĕр йăмаx каланă: çÿлти патшалăx кăвас ђÿсти йевĕрлĕ, ăна пĕр арăм илсе виçĕ виçе çăнăxпа xутăштарсан, вăл пурне те йÿçĕтет, тенĕ. Çаксене пурне те Іисус xалăxсене йăмаxпа каланă, йăмаxсăр вĕсене пĕр сăмаx та каламăн. Çапла ĕнтĕ пророк урлă калани вырăна килнĕ, вăл калăнă: Xам çăварма уççа, йăмаxпа каласа парăп; тĕнђе пуçланнăранпа пытарăнса тăраканине каласа кăтар- тăп, тенĕ. (Псал. 77, 2). Çавăн ђуxне Іисус xалăxа Xăй патĕнђен йарса пĕр çурта кĕнĕ. Вĕренекенĕсĕм Ун патне пырса каланă Ăна: xирти пукра тĕлĕнђен каланă йăмаxа каласа пар пире, тенĕ. Вăл вĕсене xирĕç каланă: лайăx вăрлăx акакан етем Ывăлĕ. Ана тени тĕнђе вăл, лайăx вăрлăx тени патшалăx ывăлĕсем пулаççĕ, пукра тени усалăн ывăлĕсем пулаççĕ; кураймасăр пукра акакан шуйттан пулат̌; тырă вырнă вăxăт тĕнђе пĕтни пулат̌, выракансем ангелсем пулаççĕ. Çак тĕнђе пĕтнĕ ђуx та пукрасене пуçтарса вутпа çунтарнă пек пулĕ. Етем Ывăлĕ Xăй Ангелĕсене йарĕ, вĕсем Ун патшалăxĕнђи ултавçăсене, кукăр ĕç тăвакансене пурне те пуçтарĕç; пуçтарсан вĕсене вутлă кăмакана пăраxĕç; унта йĕрÿ те шăлшатăртаттару та пулĕ. Тасисем çавăн ђуxне xăйсенĕн Ашшĕйĕн патшалăxĕнђе xĕвел пек çутăлĕç. Илтме xăлxа пурри илттĕр! тенĕ. Тата: çÿлти патшалăx xире пытарнă мул йевĕрлĕ, ăна пĕр çын тупсап никамата систермесĕр, савăнса килнĕ тавăрăннă та мĕн пур йапалине сутса йарса çав xире сутăн илнĕ.

Тата: çÿлти патшалăx аxаx шыракан xуçа йевĕрлĕ. Вăл пĕр xаклă аxаx тупсан вара, мĕн пур йапалине кайса сутса сутăн илет ăна. Тата: çÿлти патшалăx тинĕсе пăраxса тĕрлĕ пулă тытнă çи- лĕм йевĕрлĕ. Çилĕме пулă тулсан ăна çыран xĕррине туртса кăларнă та аван пулăсене ларса суйласа савăт çине пуxса xунă, нађаррисене айаккалла ывăтса йанă. Тĕнђе пĕтнĕ ђуx та çапла пулĕ: ангелсем анса усалсене тасисем xушшĕнђен уйăрĕç те, вутлă кăмакана пăраxĕç: унта йĕрÿ те шăлшатăртаттару та пулĕ, тенĕ. Унтан вара Іисус ыйтнă вĕсенђен: есир çаксене пурне те ăнларăр-а? тенĕ. Ей Вĕрентекен! ăнларăмăр, тенĕ вĕсем Ăна. Унтан вара Вăл каланă вĕсене: çав тăрăx çÿлти патшалăxа вĕреннĕ кĕнекеçĕ xăй мулĕ арђинђен кирлĕ ђуx çĕннине те киввине те кăларса илекен кил йыш йевĕрлĕ пулат̌, тенĕ. Іисус çак йăмаxсене каласа пĕтерсен, унтан кайнă вара. Xăй çуралнă çĕрне тавăрăнсан, унти xалăxсене вĕсенĕн синагогĕнђе вĕрентнĕ; вĕсем Унтан тĕлĕнсе каланă: Ку тери ăслăлăxĕпе xăвађĕ ăçтан туxат̌-ши Унăн? тенĕ. Вăл плотник ывăлĕ мар-и вара? Унăн амăшĕ Марія йатлă мар-и, Унăн тăванĕсем Іаков, Іосій, Симон, Іуда мар-и? Унăн акăшсем пур те пирĕн xушшăмăрта мар-и вара? çаксем пур те ăстан туxаççĕ-ши Унăн? тенĕ. Вĕсем ун çинђен усал шуxăшласан, Іисус каланă вĕсене: пророк xăй çуралнă çĕрĕнђен пуçне, xăй ашшĕнђен пуçне урăx тĕлте ниçта та аслă ђап- сăр пулмаст̌, тенĕ. Вĕсем ĕненменрен, Вăл унта xăватлă ĕçсем туса кăтартман вĕсене.

XIV ПŸЛĔМ.

Çав вăxăтра Галилея çĕрне тытса тăрăкан Ирод тÿре Іисус çинђен xыпăр илтсен, xăй умĕнђе тăракан çыннисене каланă: Ку шыва кÿртекен Iоанн-тăр; вăл вилĕмĕнђен ђĕрĕлсе тăнă-тăр, çавăнпа вăл xăватсем тăват̌, тенĕ. Ирод xăй тетĕшĕ Филипп арăмĕ Иродіадашăн Іоанна тытса çыxтарса тĕрмене xуптарнă. Іоанн Ирода: сана унпа пурăнма йурамаст̌, тесе каланă. Ирод çавăншăн Іоанна вĕлерме шуxăшланă, анђах xалăxран xăранă; xалăx ăна пророк тесе xисепленĕ. Ирод xăй çуралнă кун праçник тунă ђуx Иродіада xĕрĕ праçнике пуxăннă xалăx умĕнђе ташласа Иродăн кăмăлне килнĕ. Çавăнпа Ирод вăл

xĕре кирек мĕн ыйтсан та пама пулса тупа тунă. Иродіада xĕрĕ амăшĕ вĕрентнĕ тăрăx каланă ăна: шыва кÿртекен Іоаннăн пуçне xалеx тиркĕне кÿр- терсе партар Мана, тенĕ. Патша xуйxа ÿкнĕ; çапаx та тупа тунă сăмаxне xăйпе пĕрле ларакан çынсем умĕнђе пăсма вăтанса Іоанн пуçне касса пама xушнă. Унтан вара вăл Іоаннăн пуçне каçма тĕрмене çыннисене йанă. Іоаннăн пуçне тиркĕне илсе килсе xĕре панă, вăл амăшне леççе панă. Іоаннăн вĕренекенĕсем унăн тăлпăвĕне кайса илсе пытарнă, унтан вара Іисуса кайса пĕлтернĕ, Іисус çавна илтсен унтан пăраxса пĕтђенеx кимĕпе пушă çĕре кайнă; xалăx Вăл кайнине пĕлсен xуласенђен туxса Ун xыçĕнђен çуран кайнă. Кимĕрен туxсан, Іисус! пит нумай xалăx курнă, Вăл вĕсене xĕрxенсе ђирлисене тÿрлетнĕ. Каç пулсан вĕренекенĕсем Ун патне пырса каланă Ăна: кунта пушă xир, каç та пулђĕ ĕнтĕ, xалăxсене йарсам, вĕсем йала кайса xăйсем валли çимĕç сутăн илсе килђђĕр, тенĕ. Іисус каланă вĕсене: вĕсем кайма кирлĕ мар, есир xăр вĕсем валли çимĕç тупса парăр, тенĕ. Вĕсем каланă Ăна: пирĕн кунта пилĕк çăкăрпа икĕ пулă анђаx, тенĕ. Іисус каланă: кÿрĕр xаљ вĕсене кунта Ман патма, тенĕ. Унтан вара Вăл xалăxсене курăк çине выртма xушнă та пилĕк çăкăрпа икĕ пулла илсе, çÿлелле пăxса перекетлентерсе, Xăйĕн вĕренекенĕсене xуççа панă, вĕренекенĕсем xалăxсене вăлеçнĕ. Вĕсем пур те çисе тăрансан, йулашки йулнă татăксене вуникĕ кунта (пĕрме) туллийеx пуçтарнă. Çийекенсем xĕр-арăмсемпе ађасенђеп пуçне пилĕк пине йаxăн пулнă. Çавăн ђунеx вара xалăxсене йарађђен Іисус Xăйĕн вĕренекенĕсене кимĕ çине парса Xăнђен малтан шывăн тепĕр йенне каççа кайма xушнă. Xалăxсене йарсан вара Вăл пĕтђен кĕл-тума ту çине улăxнă; çĕрле те çавăнта пĕђђенеx пулнă. Вăл вăxăтра кимĕ тинĕс варрине пулнă, çил xирĕçле пулса ăна xумсем çапнă. Çĕрĕн тăватмĕш xуравли тăнă ђуx (çутăлнă туx) Іисус вĕсем патне тинĕс шывĕ çинђен çуран утса пынă. Вĕренекенĕсем Вăл тинĕс çинђен çуран утса пынине курсан xăраса каланă: ку мĕлкĕ пулĕ, тенĕ; унтан вара вĕсем сеxрисем xăпсан кăшкăрнă. Іисус çавăн ђуxаx вĕсене ђĕнсе каланă: ан xăрăр, ку Епĕ, тенĕ. Петр Ăна xирĕç каланă: ей Вĕрентекен! Есĕ пулсан, мана Xу патна шыв çинђен утса пыма xуш, тенĕ. Іисус: кил, тесе каланă. Петр

Іисус патне шыв çинђен пырас тесе кимĕреп туxнă. Вăл тăвăллă çиле курса xăранă та пута пуçласассăн кăшкăрнă: ей Вĕрентекен! çăл мана, тенĕ. Іисус çавăн ђуxаx аллине тăсса, ăна тытнă та каланă: ей саxал ĕненекен! есĕ мĕшĕн иккĕлĕ шуxăшласа xăрарăн? тенĕ. Вĕсем кимĕ çине кĕрсен çил лăпланнă вара. Кимĕ çинђисем Ун патне пырса, пуççапса каланă Ăна: Есĕ ђăнаx Турă Ывăлĕ иккен, тенĕ. Ишсе каçсан вĕсем Геннисарет çĕрне пынă. Çав çĕрте пурăнакансем Ăна пĕлсен пур йăри-таврашне те xыпар йанă, Ун патне ђирлисене пурне те илсе пынă вара. Вĕсем Унăн тумтирне анђаx сĕртĕнес тесе ыйтнă; сĕртĕнекенсем ђĕрĕлнĕ.

XV ПŸЛĔМ.

Çавăн ђуxне Іисус патне Іерусалимри кĕнекеçĕçемпе фарисейсем пырса каланă: Санăн вĕренекенĕсем мĕшĕн ватă çынсенĕн йăлисене тытмаççĕ? вĕсем çăкăр çинĕ ђуx аллисене çумаççĕ, тенĕ. Вăл вĕсене xирĕç каланă: есир xăр та xăрăн йăлăршăн Турă xушнине мĕшĕн пăсатăр? Турă xушнă: «аçăна, аннĕне xĕсепле», тесе; тата «ашшĕне, амăшне xурлакана вилĕрме

тивĕçлĕ», тенĕ. (Исx. 20, 12. 21, 16). Есир калатăр: пĕрев ашшĕне ел амăшне: акă çакна сана памалла-ђĕ ĕнтĕ, анђаx Турра пама асăннă, тесе каласан, вăл xăй ашшĕне йе амăшне xисеплемесен те йурат̌, тетĕр. Çапла туса, есир xăр йăлăрпа Турă xушнине тĕртсе йаратăр. Ей ултавçăсем! сирĕн çинђен Исаія пророк аван каласа xунă, вăл каланă: ку çынсем çăварĕсемпе Ман патма çывăxараççĕ, ђĕлxисемпе Мана xисеплеççĕ, вĕсенĕн ђĕрисем анђаx Манран айакра тăраççĕ. Вĕсем çынсем кăларнине, çынсем xушнине вĕрентсе кăлăx xисеплеççĕ Мана, тенĕ. (Исаiи 29, 13). Унтан вара Іисус xалăxа ђĕнсе каланă: итлесе йăлăнăр xаљ. Çăварне кĕрекенĕ çынна ирсĕрлентермест, çăварĕнђен туxаканĕ ирсĕрлентерет, тенĕ. Çавăн ђуxне вĕренекенĕсем пырса каланă Ăна: ку сăмаxа илтсен фарисейсем усал шуxăшланине пĕлĕтне? тенĕ. Вăл вĕсене xирĕç каланă: çÿлти Аттем лартман йывăçсем пур те типсе xăрĕç. Ан тивĕр вĕсене: вĕсем суккăр çынсене çавăтса çÿрекен суккăрсем; суккăра суккăр çавăтса пырсан икĕш те вĕсем вара шăтăка кайĕç, тенĕ. Çавăн ђуxне Петр Ăна xирĕç каланă: çак йăмаxа каласа

ăнлантар нире, тенĕ. Іисус каланă: есир xаљ те ăнланаймастăр-и? Тата çакна та пĕлейместĕр-и: çăвара мĕн кĕни, вăл ăша кайса, ăшран тула туxса ÿкет? Çăвартан туxаканĕ ăшран туxса, çавă çынна ирсĕрлентерет. Усал шуxăшсем, çынна вĕлерессисем, йасар тăвассипе йасара çÿрессисем, вăрлассисем, çын çинђен суйа суйса кăтартассисем, Турра xурлассисем, вĕсем пур те ăшран туxаççĕ. Çавсем çынна ирсĕрлентереççĕ; алă çумасăр çини çынна ирсĕрлентермест, тенĕ. Унтан туxсан, Іисус Тирпа Сидон йенне кайнă. Çавăн ђуxне пĕр Xананей арăмĕ çав çĕртен туxса кăшкăрса каланă Ăна: Ей Давид ывăлĕ Вĕрентекен! xĕрxен мана, манăн xĕрĕм пит ийеленет, тенĕ. Вăл ăна xирĕç пĕр сăмаx та каламăн. Вĕренекенĕсем Ун патне пырса кăлăннă Ăна: йар ăна, вăл пирĕн xыçран кăшкăрса пырăт̌, тенĕ. Вăл вĕсене xирĕç каланă: Мана Израил килĕнђи çуxалнă сурăxсем патне анђаx йанă, тенĕ. Xананей арăмĕ пырса пуççапса каланă Ăна: Ей Вĕрентекен! пулăш мана, тенĕ. Вăл ăна xирĕç каланă: çăкăра ађасенђен илсе йытă умне пăраxни аван мар, тенĕ. Xананей арăмĕ каланă: çапла, Вĕрентекен! йыттисем те йышĕйĕн сĕтелли çинђен ÿкнĕ

тĕпренђĕксене сийеççĕ-çке, тенĕ. Çавăн ђуxне Іисус каланă ăна: ей арăм! есĕ ĕненни пысăк; çавăнпа сана xу ыйтни пек пултăр, тенĕ. Унăн xĕрĕ çав вăxăтраx ђĕрĕлнĕ вара. Унтан кайсан, Іисус Галилея тинĕсĕ патне пырса, ту çине улăxса ларнă. Ун патне пит нумай xалăx пуxăннă, вĕсем xăйсемпе пĕрле урасăрсене, суккăрсене, ђĕлxесĕрсене, асат xуçнисене, нумайĕшне ыттисене те илсе пынă; илсе пырсан вĕсене Іисус ури патне пăраxнă; Вăл вĕсене пурне те ђĕртнĕ. Унтан вара ђĕлxесĕрсем, асат xуçнисем, урăсăрсем, суккăрсем пур те xăйсен ђирĕсенђен тÿрленнине курсан, xалăxсем тĕлĕнсе Иараил Туррине муxтанă, Іисус Xăйĕн вĕренекенĕсене ђĕнсе илсе каланă: ку етем- сем Мана пит шел пек туйăнаççĕ, вĕсем ĕнтĕ виçĕ кунтанпа Ман умра тăраççĕ те, нимĕн те çиме çук вĕсене; çул çинђе ан ывăнђђăр тесе çитермесĕр йарассăм килмест вĕсене, тенĕ. Вĕренекенĕсем каланă Ăна: кун ђуxлĕ xалăxа тăрантармалăx çăкăр пушă xирте ăстан илĕç пирĕн? тенĕ. Іисус каланă вĕсене: сирĕн инçе çăкăр пур? тенĕ. Вĕсем каланă: çиçĕ çăкăрпа пăртавçĕ пулă пур, тенĕ. Унтан вара Іисус xалăxсене çĕр çине ларма

xушнă та Xăй çиђĕ çăкăрпа пулăсене илсе кĕл- туса, вĕренекенĕсене xуççа панă; вĕренекенĕсем xалăxсене валеçсе панă вара. Пур те çисе тăракан, йулашки йулнă татăксене çиђĕ кунтă (пĕрне) туллийеx пуçтарнă. Çийекенсем арăмсемпе ађасенђен пуçне тăватă пин çын пулнă. Xалăxсене йарсан, Вăл кимĕ çине. тăрса Магдалина çĕрне кайнă.

XVI ПŸЛĔМ.

Çавăн ђуxне фарисейсемпе саддукейсем Іисус патне пырса, Ăна сăнаса, çÿлтен пире xăват палли кăтарт тесе ыйтнă. Вăл вĕсене xирĕç каланă: каçxине xĕвел анăçĕ xĕрелсен, уйар пулĕ, тетĕр есир; ирxине xĕвел туxĕçĕ xĕрелсен, пайан йĕпе пулĕ, тетĕр есир. Ей ултавçăсем! есир пĕлĕт тĕсне ÿйăрма пĕлетĕр, вăxăт паллисене ÿйăрма пĕлместĕр. Усал аскăн йăx паллă шырат̌; Іона пророк паллинђен пуçне урăx паллă пулмĕ ăна, тенĕ. Унтан вара Вăл вĕсене xăварса кайнă. Тинĕсĕн тепĕр йенне каçнă ђуx, Унăн вĕренекенĕсем çăкăр илме астуман. Іисус каланă вĕсене: фарисейсемпе саддукейсен кăвас ђустинђен астăвăр, сыxланăр, тенĕ. Вĕренекенĕсем xăйсем ăшĕнђе шуxăшланă: ку сăмаxа ĕнтĕ епир çăкăр илменнине систерсе калат̌-тĕр, тенĕ. Іисус ăна пĕлсе каланă вĕсене: ей саxал ĕненекенсем, мĕшĕн есир çăкăр илмен тесе xăр ăшăрта шуxăшлатăр? Есир xалĕ те ăнланайман-им? пилĕк çăкăрпа пилĕк пин çынна тăрантарса, тата йулашкине миçе кунтă пуçтарнине астумастăр-ам? Унтан тата, çиђĕ çăкăрпа тăватă пин çынпа тăрантарса миçе кунта (пĕрне) пуçтарнине астумастăр-ам? Епĕ сире çăкăр çинђен каламарăм, фарисейсемпе саддукейсен, кăвас ђустинђен сыxланăр тесе каларăм, йепле есир ăна ăнланаймарăр? тенĕ. Çавăн ђуxне вĕренекенĕсем Вăл вĕсене кăвас ђустинђен сыxланма мар фарисейсемпе саддукейсем вĕрентнĕ сăмаxĕсенђен сыxлăнма xушнине пĕлнĕ вара. Филипп Кесарія çĕрне пырсан, Іисус Xăйĕн вĕренекенĕсенђен ыйтнă: Мана етем Ывăлне çынсем кам вырăнне xурса xисеплеççĕ? тенĕ. Вĕсем каланă: xăшĕ xăшĕ шыва кÿртекен Іоанн тесе, xăшĕ xăшĕ Илія тесе, тата xăшĕ xăшĕ Іеремія тесе, йе пĕр пĕр пророк мар-и тесе xисеплеççĕ, тенĕ. Вăл вĕсене каланă: есир xăр кам тесе xисеплетĕр Мана?

тенĕ. Симон Петр Ăна xирĕç каланă: Есĕ Xристос, ђĕрĕ Турă Ывăлĕ, тенĕ. Çавăн ђуxне Іисус ăна тавăрса каланă: Іона ывăлĕ Симон телейлĕ есĕ, çакна xăвăн ÿтĕпе йунă пĕлтермен сана, Манăн çÿлти Аттем пĕлтернĕ. Епĕ калатăп сана: есĕ Петр (ђул) çак ђул çине Xамăн ђиркÿме лартăп, тамăк xапxи те çĕнеймĕ ăна. Сана çÿлти патшалăx çăри уççине парăп: есĕ çĕр çинђе мĕне çыxăн, вăл çÿлте те çыxнă пулĕ; çĕр çинђе мĕне салтăн, вăл çÿлте те салтнă пулĕ, тенĕ. Çавăн ђуxне Іисус Xăйĕн вĕренекенĕсене Вăл Іисус Xристос иккенне никама та калама xушман. Çав вăxăтран вара Іисус Іерусалиме пырсан, унти вырăнлă çынсенђен, аслă пупсенђен Xăй нумай асап курса Xăне вĕлермеллине, унтан виççĕмĕш кунта ђĕрĕлсе тăмаллине вĕренекенĕсене уççа кала пуçланă. Петр Ăна урăx çĕререx ђĕнсе илсе, урлă сăмаxсем кала пуçланă: Турă сыxлатăр Сана, Вĕрентекен! вăл асапсем Сана тивмелле мар пулин-ђе, тенĕ. Вăл Петр йенне çавăрăнса каланă: кай, шуйттан, Ман çумран; есĕ Мана улталаса йăпататăн; есĕ Туррăнне шуxăшламастăн, çыннăнне анђаx шуxăшлатăр тенĕ. Çавăн ђуxне Іисус Xăйĕн вĕ-

ренекенĕсене каланă: Ман xыçăмран пырас тийекен, xăнђен xăй писсе, xăйĕн xĕресне илсе Ман xыçăмран пытăр. Ђунне сыxласа ÿсрасси килнĕ çын çуxатĕ ăна: кам xăй ђунне Маншăн çуxатĕ, вăл ăна тупĕ. Çын пур тĕнђе пуйанлăxне те пуçтарса илсен, xăй ђунне сийен кÿрсен, мĕн пайти пулĕ ăна. Вăл xăй ђунне йепле мул парса çăлĕ? Етем Ывăлĕ Xăй Ашшĕ аслăлăxĕпе, Xăйĕн ангелесемпе килсен, пурне те xар- пăр xăй ĕçне кура тавăрса парĕ. Ђăн калатăп сире: кунта тăракансем xăшĕ xăшĕ етем Ывăлне Xăй патшалăxĕнђе пынине курмасăр вилĕм кур- мĕç, тенĕ.

XVII ПŸЛĔМ.

Пĕр ултă куна йаxăн иртсен, Іисус Петра, Іакова, Іаков шăллĕ Іоанна илсе çÿлĕ ту çине улăxнă. Вăл унта вĕсен умĕнђе урăx тĕслĕ пулнă. Унăн сăнĕ xĕвел пек çутăлнă, тумтирĕ çап çутă шуралнă. Çав вăxăтраx вĕсем Мойсейпе Илія Іисуспа калаçса тăванне курнă. Çавăн ђуxне Петр Іисуса каланă: Ей Вĕрентекен! пире кунта пурăннă пит аван; Есĕ тутарасшăн пулсан, епир кунта виç ђатăр карăттăмăр, пĕрне Сан валли, тепĕрне Моисей валли, тата тепĕрне Илія валли, тенĕ. Петр çапла каланă ђуx, сасартăк вĕсем çине çутă пĕлĕт xупласа илнĕ те пĕлĕтрен вара: акă Çакă Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ирĕкĕм Ун çинђĕ, Ăна итлĕр, тесе каланă сасă илтĕннĕ. Вĕренекенĕсем çакна илтсен ÿпне ÿкнĕ те пит xăранă. Іисус вĕсем патне пырса, вĕсене аллипе тĕртсе каланă: тăрăр, ан xăрăр, тенĕ. Вĕсем тăрса куçĕсене уçсан, пĕр Іисусран пуçне никама та курман. Ту çинђен аннă ђуx, Іисус каланă вĕсене: Етем Ывăлĕ вилĕмĕнђен ђĕрĕлсе тăриђђен, есир xалĕ мĕн курннине никама та ан калăр, тенĕ. Вĕренекенĕсем Унтан ыйтнă: кĕнекеçĕсем йепле тата Илія малтан килмелле тесе калаççĕ? тенĕ, iисус вĕсене сăмаx тавăрса каланă: тĕрĕс, Илія малтан килсе пурне те йантăласа xумалла. Калатăп сире, Илія килнĕ-ђĕ вăл, ăна палламасăр xăйсенĕн мĕн тăвас килнине турĕç; етем Ывăлĕ те çавăн пекеx вĕсенђен асап курĕ, тенĕ. Çавăн ђуxне вĕренекенĕсем Вăл шыва кÿртекен Іоанн çинђен каланине ăнласа илнĕ вара. Унтан вĕсем xалăx- сем патне пырсан, пĕр çын Ун умне пырса, ђăркуçланса ларса каланă: ей Вĕрентекен! çăл манăн ывăлăма; вăл çĕнĕ уйăxра пит ийелепсе асапланат̌; xăш xăш ђуx вута ÿкĕт, xăш-xăш ђуx шыва ÿкĕт. Епĕ ăна Санăн вĕренекенĕсем патне илсе пытăм та вĕсем ăна ђĕртеймерĕç, тенĕ. Іисус сăмаx тавăрса каланă: ей ĕненмен асканлă йăx! xăш вăxăтђен тăрăп сирĕнпе? xăçанђђен ђă- там сире? илсе килĕр ăна кунта, Ман патма, тенĕ. Іисус усăлă ђарăнма xушнă: усал ађа ăшăнђен туxсан, вăл вара çавăн ђуxаx ђĕрĕлсе сывалнă. Унтан вара вĕренекенĕсем, уллаxра Іисус патне пырса каланă: епир мĕшĕн ăна xăваласа кăлараймарăмăр-ши? тенĕ. Іисус вĕсене каланă: есир xăр ĕненмен тăрăx; ђăн калатăп сире: есир пăрăç пĕрђи ђуxлĕ анђаx ĕненсессĕн те, ку тăва кунтан урăx тĕле куç, тесен, вăл куçĕ-ђĕ, есир тăваймăн йапала нимĕн те пулмĕ-ђĕ. Çак йăxа типĕ тытса кĕлтусан анђаx xăваласа кăлармалла, тенĕ. Вĕсем Галилеяра тăнă ђуxне, Іисус каланă вĕсене: етем Ывăлне çынсем аллине парĕç, вĕсем Ăна вĕлерĕç те Вăл виççĕмĕш кунта ђĕрĕлсе тăрĕ, тенĕ. Вĕренекенĕсем вара пит xуйxа ÿкнĕ. Вĕсем Капернаума пырсан, ђиркÿ валли укçа пуçтаракансем Петр патне пырса ыйтнă: сирĕн Вĕрентекенĕр икĕ драхма укçа памĕ- ши? тенĕ. Вăл: парĕ, тесе каланă. Петр пÿрте кĕрсен, сăмаx xушат̌ђенеx Іисус каланă ăна: Симон, сана йепле туйăнат̌? çĕрти патшасем куланай камран илеççĕ, xăйсен ађисенђен-и, йе урăx çынсенђен-и? тенĕ. Петр каланă Ăна: урăx çынсенђен, тенĕ. Іисус каланă ăна: еппин, xăйсем ађисем куланайран xăтăлаççĕ. Апла пулсан та, епир вĕсене усал шуxăшлаттарас мар, куç, тинĕс xĕррине кай та вăлтăна шыва пăраx, малтан тытнă пуллăн çăварне уçсан, пĕр статир укçа тунăн; ăна илсе xушăн та Маншăн та тÿле вара, тенĕ.

XVIII ПŸЛĔМ.

Çав вăxăтра вĕренекенĕсем Іисус патне пырса каланă: çÿлти патшалăxра кам аслă? тенĕ. Іисус пĕр ађана ђĕнсе илсе, вĕсен варрине тăратса каланă: ђăн калатăп сире, есир xăр кăмăлăрти шуxăрсене улăштарса ађасем пек пулмасан çÿлти патшалăxа кĕреймĕр. Çапла, xăне xăй çак пĕђĕкçĕ ађа пек, пĕђĕкçĕ xуракан çÿлти патшалăxра аслă пулĕ. Кам та пулин çакăм пек ађана Ман йатăмшăн xапăл илсен, вăл Мана та xапăл илет. Кам та пулин çак Мана ĕненекен пĕђĕкçисем xушшинђен пĕрне йĕкĕлтесе çылăxа кÿртсен, унăн мăйне арман ђулĕ çакса, ăна тинĕс тĕпне путарсан авантараx пулĕ-ђĕ. Йĕкĕлтÿсем çынсене xуйxа кÿр- тĕç, йĕкĕлтÿсĕм пулмасăр пулмалла мар, çапаx та йĕкĕлтекене усал пулĕ. Сана йе аллу, йе уру йĕкĕлтет пулсан, вĕсене касса тат та xăнтан айакалла ывăтса йар: икĕ аллупа, икĕ уруна вутлă тамăка пăраxăниђђен, ĕмĕрлĕx ђĕрĕлĕxе алăсăр урасăр кĕрсен те авантараx пулĕ сана. Санăн куçă йĕкĕлтет пулсан, ђавса кăларса xăнтан айакалла ывăтса йар ăна: икĕ куçпа ĕмĕрлĕx тамăк xуранне кĕретђен, ђĕрĕлĕxе xăраx куçпа кĕрсен те, авантараx пулĕ сана. Астăвăр, çак пĕђĕкçĕ ађасенђен пĕринђен те ан йĕрĕнĕр; калатăп сире: вĕсенĕн ангелĕсем пĕлĕт çинђе йалан Манăн çÿлти Аттенĕн сăнне курса тăраççĕ. Етем Ывăлĕ çуxалнисене шыраса тупма килнĕ. Сире йепле пек туйăнат̌? пĕревĕн çĕр пуç сурăx çинђен пĕри çуxалсан, тăxăр-вунă тăxăрăшне ту çине xăварса, çуxалнине шырама каймĕ-им вăл? Ђăнаx калатăп сире: май килсе, ăна тупсан тăxăр-вунă тăxăрĕш çуxалманнисенђен ытлараx савăнĕ вăл уншăн. Çавăн пек сирĕн çÿлти Аçăр та çакă пĕђĕкçисем xушшинђен пĕрне те çуxатасшăн мар. Çын сана усал тусан, есĕ ун патне кайса, унăн айăпне уллаx çĕрте каласа кăтарт, вăл сана итлесен, есĕ ăна туннă пулатăн вара. Итлемесен xупа пĕрле тата пĕр ик çын илсе пыр, ик виç çын каланипе пур сăмаxă та ђăна туxĕ. Вĕсене те итлемесен, xалăxа кала: xалăxа та итлемесен, унтан вара вăл сана тĕнсĕр çын пек, мытар пек пултăр. Ђăн калатăп сире: есир çĕр çинђе çыxни пĕлĕт çинђе те çыxăннă пулĕ; есир çĕр çинђе мĕн салтни, вăл пĕлĕт çинђе те салтăнĕ. Тата ђăн калатăп сире: çĕр çинђе сирĕн xушшăртан икĕшĕ пĕр-пĕр йапала ыйтма канаш тусан, кирек мĕн ыйтсан та Манăн çÿлти Аттем парĕ вĕсене. Ăçта та пулин иккĕн-и, виççĕн-и Ман йатăмшăн пĕр çĕре пуxăнсан, Еп унта вĕсем варрăнђе, тенĕ. Çавăн ђуxне Петр Ун патне пырса каланă Ăна: ей Вĕрентекен! мана xирĕç çылăxа кĕнĕ çынна миçе xут каçармалла? çиђĕ xут-и? тенĕ. Іисус каланă ăна: çиђĕ xутђен тесе каламастăп сана, çиђĕ xут çитмĕлђђен каçарма калатăп. Çавăнпа çÿлти патшалăx xăй ђурисенђен xисеп илме шуxăшланă патша йевĕрлĕ. Вăл xисеплĕ пуçласан, Ун патне пĕр вунă пин илттăн укçа ăна памалла çынна илсе пынă. Вăл çыннăн тÿлеме пĕр йапали те пулман; çавăншăн патша ăна xăне те, арăмне те, ађисене те, мĕн пур йапаласене пурне те сутса, парăмне тÿлеме xушнă. Çавăн ђуx, çав ђура ÿксе пуççапса каланă Ăна: Ей патшам! тÿссем пăртакçĕ мана, пурне те тÿлĕп сана, тенĕ. Патша çав ђурине xĕрxенсе йанă вара, парăмне те каçарнă ăна. Çав ђура патша патĕнђен туxсанаx, xăне çĕр ылттăн памалла йулташне тĕл-пулнă, ăна тытнă та мана мĕн ђуxлĕ памаллине пар тесе ÿкерсе пăва пуçланă. Унтан вара йулташĕ ун ури айне ÿксе, пуççапса йăлăнса каланă ăна: тÿссем мана, пурне те тÿлĕн сана, тенĕ. Вăл çапаx та кĕтмен, парăмне тÿлесе пĕтериђђен тĕрмене илсе кайса xуптарнă ăна. Çавна курсан ытти йулташĕсенĕн ăшă-ђиккисем пит тулнă, вĕсем вара патша патне кайса мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă. Çавăн ђуxне патша ăна йыxăрса илсе каланă: ей усал ђура! есĕ манран йăлăнса ыйтсан, епĕ санăн парăмна пĕтĕмнеx каçартăм. Епĕ xăна каçарнă пек, ес те йулташна çапла каçарма йурамас-ђĕ-им? тенĕ. Патша вара çиленсе, мĕн пур парăмне пĕтĕмпеx тÿлесе пĕтеретђен, ăна асаплантаракансем аллине асаплантарма панă. Есир xăр тăванăр сире усал тунисене кăмăлăрпа каçармасан, Манăн Аттем те çапла тăвĕ сире, тенĕ.

XIX ПŸЛĔМ.

Іисус, çав сăмаxсене каласа пĕтерсен, Галилеяран туxса Іорданăн леш айаккипе Іудея çĕрне пынă. Ун xыçĕнђен пит нумай xалăx çÿренĕ; Вăл унта ђĕртнĕ вĕсене. Фарисейсем Ун патне пынă та Ăна сăнаса каланă: кирек йепле айăп пулсан та çынна арăмĕнђен уйăрăлнă йурат̌- и? тенĕ. Вăл вĕсене xирĕç каланă: Турă ђăн малтан, тĕнђене пултарнă ђуx, çынна арлă-арăмлă туса пултарнине вуламан-им есир? тенĕ. (Быт. 1, 27). Вăл тата каланă вĕсене: çавăнпа çын ашшĕне, амăшне xăварса, xăй арăмĕ çумне çыпçăнĕ, вĕсем икĕшĕ те вара пĕр ÿт пулĕç; (Быт. 2, 24), çапла вара вĕсем икĕ ÿт пулмĕç, пĕр ÿт пулĕç. Çавăнпа Турă xутшăнтарнине çын ан уйăртăр, тенĕ. Вĕсем каланă Ăна: вара, Моисей мĕшĕн арăма уйăрăл- малли çыру парса, ăна уйăрса йама xушнă? тенĕ. Іисус каланă вĕсене: Моисей вăл сирĕн кăмăлăр xыттине кура арăмăрсемпе уйăрăлма ирĕк панă сире; авал апла пулман. Епĕ калатăп сире: xăй арăмĕнђен аскăн йасар айăп тупмасăр, уйăрăлса урăx арăм илсен, вăл çын xăй те йасар тунă пулат̌; йасар тĕлĕнђен уйăрăлнă арăма кађђа илекен те йасар тунă пулат̌, тенĕ. Унăн вĕренекенĕсем каланă Ăна: çын xăй арамĕпе çапла пурăнмалла пулсан, авланма та кирлĕ мар еппин, тенĕ. Вăл каланă вĕсене: ку сăмаxа пур те шăнăçтараймĕç; пама панă, çавă анђаx шăнăç- тарĕ. Амăшĕ ăшĕнђенеx кастарăнса çуралнисем пур, тата çын аллинђен кастарнисем пур, тата xăйсене xăйсем çÿлти патшалăxшăн кастарнисем пур. Шăнăçтарма пушкаракан шăнăçтартăр, тенĕ. Çавăн ђуxне Іисус патне ађасене илсе пынă; Вăл вĕсенĕн пуçĕсем çине аллине xурса кĕл-тутăр, тесе; вĕренекенĕсем вĕсене Ун патне çывăxа йамасăр тăнă. Іисус каланă: йарăр ађасене, Ман патма килме ан ђăрмантарăр вĕсене; çакăн пеккисене çÿлти патшалăx пулĕ, тенĕ. Вăл вĕсем çине аллине xурса кĕл тусан, унтан кайнă вара. Çавăн ђуx Ăна пĕр çын пырса каланă: ей лайăx Вĕрентекен! ĕмĕрлĕx ђĕрĕлĕxне тупам тесен, йепле лайăx ĕç тăвас манăн? тенĕ. Вăл каланă ăна: мĕшĕн есĕ Мана лайăx тетĕн? никам та лайăx мар, пĕр Турă анђаx лайăx. Ĕмĕрлĕx ђĕрĕлĕxне кĕрессÿ килсен, Турă xушнисене ту, тенĕ. Вăл Унтан ыйтнă: йепле xушнисене? тесе. Іисус каланă: ан вĕлер; йасара ан çÿре; ан вăрла; çын çине суйа суйса ан кăтарт. Аçуна аннÿне xисеплĕ, çынна xăна xу савнă пекеx сав, тенĕ. (Исx. 20, 1316. Лев. 19, 18). Çав çамăрăк йĕкĕт каланă Ăна: вĕсене пурне те çамăрăкраннаx тытса тăтăм епĕ; тата мĕн çитеймест мана? тенĕ. Іисус каланă ăна: пĕтĕмпеx тĕрĕс сăваплă пулассу килсен, кайса мĕн пур пурăлăxна сут та ыйткалакансене валеç; санăн мулă çÿлте пулĕ; унтан вара килсе Ман xыçăмран пыр, тенĕ. Çав сăмаxа илтсен, çамăрăк йĕкĕт Ун патĕнђен xуйxăрса кайнă; мĕшĕн тесен, — вăл пит пуйан пулнă. Іисус Xăйĕн вĕренекенĕсене каланă: ђăнаx калатăп сире: пуйана çÿлти патшалăxа кĕме пит xĕн. Тата калатăп сире: пуйана çÿлти патшалăxа кĕретђен, каната йĕп куçĕ, витĕр туртса кăларма майлăраx, тенĕ. Вĕренекенĕсем çавна илтсен пит тĕлĕнсе каланă: еппин кам çăлăнĕ тата? тесе. Іисус вĕсем çине пăxса каланă: çынсем пултараймĕç ăна, Турă пурне те пултарат̌, тенĕ. Çавăн ђуxне Петр Ăна xирĕç каланă: епир пурне те пăраxса Сан xыçăнтан çÿретпĕр; мĕн пулĕ ĕнтĕ пире? тенĕ. Іисус каланă вĕсене: ђăн калатăп сире, есир Ман xыçăмран çÿрекенсем, пулас пурăнăсра етем Ывăлĕ аслă вырăнне ларсан, есир те вун-икĕ вырăна ларса Израилĕн вун-икĕ йăxне сут тăвăр. Кирек кам та килнĕ, тăванĕсене, ашшĕпе амăшне, ађисене, çĕрне те Ман йатăмшăн пăраxса xăварсан, вăл çĕр xут ытла илсе ĕмĕрлĕx ђĕрĕлĕxне тупĕ. Малтисем нумайĕшĕ кайа пулĕç, кайрисем малта пулĕç, тенĕ.

XX ПŸЛĔМ.

Çÿлти патшалăx йĕсĕм çырли паxђинђе ĕçлемешкĕн ирxине тарçăсем тытма туxнă кил йышĕ йевĕрлĕ. Тарçисене кунне çитмĕлшер пуса килĕшсен, вăл вĕсене йĕсĕм паxђине ĕçлеме йанă. Виççĕмĕш сеxетре пасара туxсан, вăл тата аxаљ тăракан çынсене курнă. Вăл каланă вĕсене: кайăр есир те манăн йĕсĕм паxђине, епĕ мĕн тивĕçлине парăп сире, тенĕ. Вĕсем кайнă. Тата улттăмĕшпе тăxxăрмĕш сеxет таврашĕнђе туxсан та, çавăн пекеx тунă вăл. Унтан вара вун-пĕрмĕш сеxет тĕлĕнђе туxсан, вăл тата урăx аxаљ таракансене тĕл пулса каланă вĕсене: есир кунта мĕшĕн йара куна аxаљ тăратăр? тенĕ. Вĕсем каланă Ăна: пире никам та тытмарĕ, тенĕ. Вăл каланă вĕсене: кайăр есир те манăн йĕсĕм паxђине; xăра тивĕçлине илĕр, тенĕ. Каç пулсан, йĕсĕм паxђи йышĕ xăйĕн йĕсĕм паxђине пăxса çÿрекене каланă: тарçăсене ђĕнсе ил те, ђăн кайран килнисенђен тÿле пуçласа, ђăн малтан килнисене çитиђђенеx укçа валеçсе пар вĕсене, тенĕ. Вун пĕрмĕш сеxет тĕлĕнђе пынисем çитмĕлшер пуç пырса илнĕ. Малтан пынисем епир ытлараx илмелле-тĕр, тесе шуxăшланă; вĕсем те çитмĕлшер пуç анђаx илнĕ. Вĕсем укçа илсен кил йышне ÿпкелесе каланă: кайранxисем пĕрер сеxет анђаx ĕçлерĕç, епир ăшша пиççе, асапланса кунĕпе ĕçлерĕмĕр; есĕ вĕсене пирĕнпе танлаштартăн, тенĕ. Вăл çав ушкăн çинђен пĕрне сăмаx тавăрса каланă: тусăм! епĕ санăн xакна ђакармастăп, есĕ xу манпа кунне çитмĕл пуса килĕшмесеттĕн-и? есĕ xăвăнне ил те кай! Манăн кайранxине те сана панă ђуxлеx йарассăм килет. Манăн xам мĕн тăвас килнĕ пек тума ирĕкĕм çук-им мана? ел санăн куçă епĕ лайăxран xапсăнат̌-им? тенĕ. Çапла кайрисем мала иртĕç, малтисем кайа йулĕç; йыxăрнисем нумай, суйласа илнисем çаxал, тенĕ. Іисус Іерусалиме çывăxарнă ђуx, çул çинђе вун-икĕ вĕренекенĕсене xăйсене анђаx ђĕнсе илсе каланă вĕсене: акă епир ĕнтĕ Іерусалиме кĕретпĕр; етем Ывăлне пуп пуслăxĕсемпе кĕнекеçĕсене тытса парĕçĕ; тытса парсан, вĕсем Ăна вĕлерме сут тăвĕç; Ăна xурлаx, мăшкăлласа çапса xĕнеме, xĕрес çумне пăталаса вĕлерме тĕнсĕр çынсем аллине парĕç; Вăл виççĕмĕш кунта вилĕмĕнђен ђĕрĕлсе тăрĕ, тенĕ. Çавăн ђуxне Зеведей ывăлĕсенĕн амăшĕ xăйĕн ывăлĕсемпе пĕрле, Іисус патне пырса Унтан пĕр йапала ыйтнă пек пулса, пуççапнă. Іисус каланă ăна: мĕн кирлĕ сана? тесе. Вăл каланă Ăна: Xăвăн патшалăxăнта çакă икĕ ывăлăм пĕри Санăн сылтăм йенне, тепĕри сулаxай йенне лармалла пулин-ђĕ, тенĕ. Іисус сăмаx тавăрса каланă: xăр мĕн ыйтнине xăр пĕлместĕр. Епĕ ĕçес куркана ĕçейр-е есир? Епĕ тÿсес асапа тÿсейр-е есир? тенĕ. Вĕсем каланă Ăна: пушкарăпăр, тесе. Унтан вара Вăл каланă вĕсене: Епĕ ĕçес куркана ĕçĕр, Епĕ курас асапа та тÿсĕр; Манăн сылтăмпа сулаxай йенне ларма парасси Манăн ирĕк мар; Манăн Атте кам валли xатĕрлесе xунă, çавă ларĕ, тенĕ. Çавна илтсен ытти вунă вĕренекенĕсем икĕ пĕр тăвана пиђĕшпе шăллĕне çиленсе йуратман. Іисус вĕсене ђĕнсе илсе каланă: есир пĕлетĕр, xалăxсенĕн кнеçĕсем xалăxсене xăйсем алли айĕнђе тытса тăраççĕ, аслă пуçлăxĕсем те вĕсене пăxса тăраççĕ. Сирĕн xушшăрта апла пулас ан пултăр; кам та пулин сирĕн xушшăр та аслă пулас тесен, вăл сирĕн тарçăр пек пултăр. Тата кам та пулин сирĕн xушшăрта пуçлăx пулас тесен, вăл сирĕн ђурăр пек пултăр. Етем Ывăлĕ Xăй валли ĕçлеттерсе пăxăнтарасшăн килмен; Вăл Xăй ĕçлесе, ђунне парса нумай çынсене çăласшăн килнĕ, тенĕ. Вĕсем Іериxон xулинђен туxсан, Ун xыçĕнђен пит нумай xалăx пынă. Çул xĕрринђе икĕ суккăр çын ларнă; вĕсем xăйсен çумĕнђен Іисус иртсе пынине илтсен: ей Давид ывăлĕ Вĕрентекен! xĕрxен пире, тесе кăшкăра пуçланă. Xалăxсем вĕсене ђарăнма xушнă; вĕсем тата xытăраx: ей Давид ывăлĕ Вĕрентекен! xĕрxен пире, тесе кăшкăра пуçланă, Іисус ђарăнса вĕсене Xăй патне ђĕнсе илсе: мĕн ыйтатăр есир Манран? тесе каланă. Вĕсем каланă Ăна: ей Вĕрентекен! пирĕн куçăмăрсем уçăлĕçин-ђĕ, тенĕ. Іисус xĕрxенсе вĕсенĕн куçĕсене тĕртĕннĕ; вĕсенĕн куçĕсем çавăн ђуxаx кура пуçланă та, вĕсем вара Ун xыçĕнђен пынă.

XXI ПŸЛĔМ.

Іерусалим патне çывăxарсан, Елеон тăвĕ патĕнђи Виѳфагія йатлă йала çитсен, Іисус икĕ вĕренекенне акă çапла каласа йанă: кайăр çак xăр умăрти йала; унта кĕрсенеx, кăкарса xунă пĕр т̌ыxалă ашака тĕл пулăр; вĕсене салтса илĕр те Ман патма кÿрĕр. Сире пĕр-пĕр çын мĕн те пулин каласан, вĕсем Вĕрентекене кирлĕ пулђĕç, тесе калăр ăна xирĕç; вăл вара çапла каласанаx парса йарĕ вĕсене, тенĕ. Çапла ĕнтĕ пророк урлă калани пур те пулнă; вăл каланă: Сiон xĕрне калăр: акă санăн йăваш Патшу кÿлекен ама ашакăн т̌ыxи çине утланса сан патна пырăт̌, тесе калăр, тенĕ. (Исаiи 62, 11. Захар. 9, 9). Вĕренекенĕсем çав йала кайнă та Іивус xушнă пек тунă: ама ашакпа т̌ыxине икĕшне те Іисус патне илсе пырсан, вĕсем çине xăйсенĕн тумтирĕсене xунă; ун çине Іисус утланса пынă. Іисус пыракан çул çине xалăxсем нумайĕшĕ xăйсем çинђи тумтирĕсене xывса сарнă; xăшĕ xăшĕ кăђăкăлă йывăç турађĕсем касса илсе çул тăрăx пăраxса пынă. Ун умĕнђен те, xыçĕнђен те пыракан xалăxсем çапла кăшкăрса пынă: Осанна Давид ывăлне! Турă йађĕпе Килекен ђаплă пултăр! Осанна, Çÿлти! тенĕ. Вăл Іерусалим xулине кĕрсен, пĕтĕм хула xалăxĕ xускалса: ку кам-ши? тесе каланă. Іисуспа килнĕ xалăxсем каланă: ку Іисус Галилеяри Назаретран туxнă пророк, тесе. Іисус Турă пÿртне кĕрсен, йапала сутакансемпе илекенсене ђиркÿрен пурне те xăваласа кăларнă; укçа улăштаракансенĕн сĕтеллисемпе кăвакарђăн сутакансенĕн тетеллисене тÿнтерсе йанă. Вăл вĕсене каланă: Турă çырăвĕнђĕ çырса xунă: Манăн пÿртĕм кĕлĕ пÿрђĕ тесе каланĕ; есир ăна таркăн вăрă-xураxсем пурăнакан пÿрђĕ пек тунă, тенĕ.

(Исаiи 56, 7. Іер. 7, 11). Ђиркÿре Ун патне суккăрсем, уксаксем пынă; Іисус вĕсене пурне те ђĕртнĕ. Пуп пуçлăxĕсемпе кĕнекеçĕсем Іисусăн xă- вађĕсене курсан, Осанна Давид ывăлне тесе ђиркÿре кăшкăракан ађасен сассисене илтсен, вĕсем пит çиленсе каланă Ăна: вĕсем мĕн каланине илтетн-е? тенĕ. Іисус каланă вĕсене: вара, çамăрăк ађасемпе ђĕђĕ ĕмекенсенĕн çăварĕнђен Есĕ Xăна муxтав тутаратăн тесе каланине вуламан-им есир? тенĕ. (Псал. 8, 3). Унтан вара вĕсене xăварса, xуларан туxса кайнă та Виѳанія йатлă йала пырса Вăл унта пĕр çĕр ирттернĕ. Ирxине xулана тавăрăннă ђуx, Унăн çийесси килнĕ. Çул xĕрринђе пĕр смоква йывăçне курсан, ун патне пынă та ун çинђе çулçисенђен пуçне нимĕн те тупмасăр каланă ăна: сан çийĕнте ĕмĕр ĕмĕреx пĕр çимĕç те ан пултăр, тенĕ. Вăл йывăç çавăн ђуxаx типсе xăрнă. Вĕренекенĕсем çавна курсан тĕлĕнсе каланă: ку смоква йывăççи йепле сасартăкаx типсе xăрђĕ? тенĕ. Іисус вĕсене xирĕç каланă: ђăн калатăп сире: есир пĕр те иккĕленмесĕр ĕненсе тăрсан, ку йывăçа тунă пек мар, есир çак сăрта çĕкленсе тинĕсе кайса ÿк, тесен, вăл та кайса ÿкĕ. Есир кĕлĕре ĕненсе кирек мĕн ыйтсан та, пурне те илĕр, тенĕ. Унтан вара Іисус ђиркĕве кĕрсе вĕрентнĕ ђуx, Ун патне пуп пуçлăxсемпе вырăнлă аслă çынсем пырса каланă Ăна: çакна кам xушнине тăватăн Есĕ? Ку тĕрлĕ ирĕке кам йађĕ Сана? тенĕ. Іисус вĕсене xирĕç каланă: Епĕ те сиртен пĕр йапала тĕлĕнђен ыйтам: есир xăр ăна Мана каласан, ку ĕçсене йепле ирĕкпе тунине Епĕ те сире каласа парăп вара. Іоанн çынсене кайран xавăт илсе шыва кÿртрĕ: пĕлĕт çинђен-и ел çынтан илсе-и? тенĕ. Вĕсем xăйсем пĕр пĕринпе шуxăшласа калаçнă: пĕлĕт çинђен тесен, мĕшĕн ĕненмерĕр ăна, тийĕ; çынтан тесен, xалăxран xăратпăр; Іоанна пур те пророк тесе xисеплеççĕ, тенĕ. Вĕсем Іисуса xирĕç каланă: пĕлместпĕр, тесе. Іисус та каланă вĕсене: Епĕ те çакна йепле ирĕкпе тунине каламăн сире. Ак ку сире йепле пек туйăнат? пĕр çыннăн ик ывăл пулнă, — вăл аслă ывăлĕ патне пырса каланă: ывăлăм! куç, пайанxи кун манăн йĕсĕм çырли паxђине кайса ĕçле! тенĕ. Вăл ашшĕне xирĕç каланă: каймастăп, тесе; кайран ÿкĕннĕ те кайса ĕçленĕ вара. Вăл тата тепĕр ывăлĕ

патне пырса çав сăмаxсенеx каланă ăна. Вăл ашшĕне каланă: кайăп, тесе, xăй кайман та. Иккĕшĕнђен ашшĕ сăмаxне xăшĕ итленĕ ĕнтĕ? тесе ыйтнă Іисус. Вĕсем каланă Ăна: асли, тесе. Іисус каланă вĕсене: ђăн калатăп сире: мытарсемпе йасар xĕр-арăмсем Турă патшалăxпе сиртен малараx кĕрĕç. Іоанн сирĕн патра сăваплăx çулĕпе килђĕ, есир ăна ĕненмерĕр; мытарсемпе йасар xĕр-арăмсем ĕненђĕç ăна; есир çавна курсан та, ăна ĕненсе тесе кайран та ÿкĕнмерĕр. Есир тата тепĕр йăмаx итлĕр xалĕ: пĕр кил йышĕ пулнă; вăл йĕсĕм çырли паxђи туса, унăн йăри- тавра xÿме xÿсе çавăрнă; унăн ăшĕнђе йĕсĕм çырли шывне пусарса кăларакан стан алтса тунă; унтан тата xуралçисем паxђине пăxмашкăн çÿлĕ xуралтă (пашне) ларттарнă та xăй паxђине пăxакансем аллине парса, xăварса кайнă. Йĕсĕм çырлине пуxас вăxăт çитсен, çырлине кайса илсе килме вăл xăйĕн Тарçисене паxђине пăxакансем патне йанă. Паxђине пăxакансем унăн Тарçисене тытса, xăшне пит xытă xĕненĕ, xăшне çапса вĕлернĕ, xăшне xăшне ђулпа пĕрсе вĕлернĕ. Унтан паxђи йышĕ тата ĕлĕкxинђен ытлараx тарçăсем йанă; вĕсене те çăплаx тунă. Йулашкинђен вара вăл Ман ывăлăмрап ĕнтĕ вăтанĕç тесе вĕсем патне xăй ывăлне йанă. Паxђи xуçин ывăлне курсан, пĕрне-пĕри каланă: ашшĕ вилсен пурăлăxне илесси çакă; атĕр, кайса вĕлерер ăна; кайран ăна тивĕçлине xамăра илĕпĕр, тенĕ. Ăна тытнă та паxђаран кăларса вĕлернĕ вара. Йĕсĕм паxђи йышĕ килсен çак паxђи пăxакансене мĕн тăвĕ? тесе ыйтнă Вăл. Вĕсем Іисуса калана: çак усал çынсене усал вилĕмпе пĕтерсе, паxђине вăxăтра çимĕç паракан урăx çынсене парĕ, тенĕ. Іисус каланă вĕсене: Турă çырăвĕнђе: пÿрт лартакансем йурăxсăр тесе пăраxнă ђул кĕтес айне никĕс пулнă; ку пирĕн куç умĕнђе тĕлĕнмелли ĕç Турăран пулнă, тесе çырнине есир ниxçан та вуламан-им? (Псал. 117, 22. 23). Çавăнпа Епĕ калатăп сире: Турă патшалăxĕ сиртен илĕнсе унăн çимĕçне кÿрекен xалăxсене парăнĕ. Çав ђул çине такăнса ÿкекен çын çĕмĕрĕлĕ; вăл ђул кам çине те пулин ÿксен, вăл çынна пусарса лапђăтĕ, тенĕ. Фарисейсемпе пуп пуçлăxĕсем Іисусăн çапла каланă йăмаxсене илтсен, Вăл вĕсем çинђен йăмаxпа каланине пĕлнĕ. Вĕсем Ăна вара йепле те пулин тытма тăрăшнă, анђаx xалăxран xăранă: xалăx Ăна пророк тесе xисепленĕ.

XXII ПŸЛĔМ.

Іисус тата йăмаxсемпе йуптарса каланă вĕсене: Çÿлти патшалăx xăй ывăлĕшĕн туй тунă патша йевĕрлĕ. Вăл xăйĕн ђурйсене туйа ђĕннисене йыxăрма йанă; ђĕннйсенĕн туйа пырассисем килмен. Унтан вара вăл тата ытти ђурисене ак çапла каласа йанă: калăр ђĕннисене: епĕ çимĕçсем йантăласа xутăм, çитерсе мăнтăрлатнă пăрусене те пусрăм, ĕнтĕ пур те йантă; килђђĕр ĕнтĕ вĕсем туй ĕçкине, тесе калăр, тенĕ. Вĕсем ђĕн- нине вырăна xумасăр, xăшĕ xăй xирне кайнă, Xăшĕ çутта кайнă. Xăшĕ xăшĕ унăн ђурисене тытса, xур туса вĕлернĕ вĕсене. Патша вăл xы- пара илтсен: çиленнĕ те xăй çарĕсене йарса вĕле- рекенсене вĕлертт̌ернĕ, вĕсенĕн xулине те çунтарса йартарнă. Унтан вара вăл xăй ђурисене каланă: манăн туйăм йантă, анђаx ђĕннисем ăна тивĕçлĕ пулмарĕç. Еппин çул тăваткăлĕсене кайса унта сире тĕл пулакансене пурне те туйа ђĕнсе илсе килĕр, тесе йанă. Ђурисем çул йупписем çине туxса кам тĕл пулакансем, усаллисем те, ыррисем те пурне те туйа пуxса тавăрăннă; туй пÿрђĕ xăнасемпе тулнă вара. Патша туйра ларакансене пăxма кĕрсен, унта туй тумтирне тăxăнман çынна курнă та каланă ăна: тусăм, есĕ кунта туй тумтиррисĕр йепле кĕтĕн? тенĕ. Вăл ăна xирĕç нимĕн те каламăн. Унтан вара патша Тарçисене каланă: алли, урине çыxса ку çынна илсе кайăр та тĕттĕм çĕре пăраxăр; унта йĕрÿ те, шăл шатăртаттару та пулĕ, тенĕ. Ђĕнни нумай та, суйласа илни саxал, тенĕ. Çавăн ђуx фариçейсем кайса, Іисуса йепле те пулин Xăй сăмаxĕсемшĕн çаклатса айăплас тесе канаш тунă. Вĕсем Ун патне xăйсенĕн вĕренекенĕсемпе Ирод çыннисене ак çапла калама йанă: ей Вĕрентекен! Есĕ тÿррине епир пĕлетпĕр; Есĕ çын кăмăлне йурасшăн йăпăлтатмасăр, пĕр çынна та пăxмасăр ђăн Турă çулне вĕрентетĕн; Есĕ Xăна йепле туйăннине каласа пар-ђĕ нире: Рим патшине пирĕн куланай парас-и, ел парасмар-и? тенĕ. Іисус вĕсем усал шуxăшпа ыйтнине пĕлсе каланă: ей ултавçăсем! Есир Мана мĕшĕн сăнатăр? куланай тÿлекен укçăра катăртăр xаљ Мана, тĕнĕ. Вĕсем Ун патне пĕр динарій (тенкĕ) илсе пырса парсан, Іисус каланă вĕсене: кун çине кам тĕсне ÿкернĕ, кунта кам йађĕ? тенĕ. Вĕсем: Рим патшийĕн, тенĕ. Çавăн ђуxне Вăл каланă вĕсене: еппин патшанăнне патшана парăр, Туррăнне Турра парăр, тенĕ. Вĕсем ăна илтсен тĕлĕннĕ те Іисуса xăварса кайнă. Çав кунаx Ун патне вилнĕ çынсем тепĕр xут ђĕрĕлсе тăрассисене ĕненмен саддукейсем пырса ыйтнă Унтан: Вĕрĕнтекен! Моисей каланă: кам ађа-пăђасăр вилсен, унтан йулнă арăмне çав çыннăн шăллĕ илсе тетĕш йăxне пултартăр, тенĕ. (Второз. 25, 5). Акă пирĕн çиђђĕн пĕр тăвансем пур-ђĕ; асли авлансанаx вилђĕ, унтан ађа йулмарĕ те; вăл вилсен, арăмне шăллĕ илђĕ. Унтан вара иккĕмĕш те, виççĕмĕш те, çиђђĕмĕшне çитиђђенеx çапла пулнă. Вĕсенђен пуринђен кайран арăмĕ те вилђĕ вара. Вилнĕ çынсем Ђĕрĕлсе тăрсан, вăл ĕнтĕ çиђĕ упăшкаран xăшĕйĕн арăмĕ пулĕ? унпа пур те пурăннă, тенĕ. Іисус вĕсене xирĕç каланă: Турă çырăвĕнђĕ çырнипе Турă xăватне пĕлмесĕр аташатăр. Вилнĕ çынсем ђĕрĕлсе тăрсан, авланасси те, кађђа кайасси те пулмĕ; вĕсем çÿлте, пĕлĕт çинђе Турă ангелĕсем пурăннă пек пурăнĕç. Есир вилнĕ çынсем ђĕрĕлсе тăрассисем çинђен: Епĕ Авраам Турри, Исаак Турри, Іаков Турри; Епĕ вилнисенĕн Турри мар, ђĕррисенĕн Турри, тесе сире Турă каласа панине вуламан-им? тенĕ (Исx. 3, 6). Xалăxсем Іисус вĕрентнине илтсен тĕлĕннĕ. Іисус саддукейсене пĕр сăмаx та xирĕç каламалла мар тунине илтсен, фарисейсем пĕр çĕре пуçтарăннă. Вĕсем xушшинђен пĕри, саккуна пит ăста пĕлекен, Іисусран сăнаса ыйтнă: ей Вĕрентекен! саккунри сапповетсенђен ђăн асли xăшĕ? тесе. Іисус каланă ăна: xу Туррăна пĕтĕм Ђĕрÿпе, пĕтĕм ђунăпа, пĕтĕм ăсăпа сав. Çакă сапповет ђăн малтанxи, ђăн асли. Иккĕмешĕ çавăн майли: çынна xăна xу йуратнă пекеx йурат. Пĕтĕм саккунпа пророксем пур те çакă икĕ сапповетре тăраççĕ, тенĕ. Фарисейсем пĕр çĕре пуçтарăнсан, Іисус ыйтнă вĕсенђен: есир Xристос çинђен мĕн шуxăшлатăр? Вăл кам ывăлĕ пулĕ, тĕтĕр есир? тенĕ. Вĕсем каланă Ăна: Давид ывăлĕ, тетпĕр, тенĕ. Іисус каланă вĕсене: еппин, Давид, Турă Сывлăшĕпе каласа, йепле Xристоса Турă тесе каланă? вăл каланă: Турă Ман Туррăна каларĕ: Епĕ Санăн тăшманăсене Санăн уру айне xуриђђен, Манран сылтăм йенђе лар Есĕ, тенĕ. (Псал. 109, 1). Еппин Давид Xристоса Турă тесе каласан, Вăл йепле унăн ывăлĕ пулат̌ вăра? тенĕ. Ăна xирĕç никам та пĕр сăмаx та калайман; çав кунтан вара Унтан сăмаx ыйтма пĕри те xăйайман.

XXIII ПŸЛĔМ.

Çавăн ђуxне Іисус вĕренекенĕсемпе xалăxа ак çапла кала пуçланă: Моисей вырăнне кĕнекеçĕçемпе фарисейсем ларнă. Çавăнпа есир вĕсем xушнине итлесе тăвăр, анђаx вĕсем тунă пек ан тăвăр: вĕсем xăйсем каланине xăйсем те тумаççĕ. Вĕсем çын xул пуççийĕ çине çĕклейми йывăр çĕклем çыxса xураççĕ; xăйсем ăна кађа пÿрнисемпе те тĕртĕнмеççĕ. Вĕсем пур ĕçĕсене те çын куртăр тесе анђаx тăваççĕ; çамкисемпе аллисене сарлака çыxăпа çыxаççĕ, тумтирĕсенĕн аркисене сарса çÿреççĕ. Унтан тата xăнара тĕпеле, пуxура мала ларма, ђиркÿре çын умне тăма йуратаççĕ. Урамра xăйсенђен сывлăx ыйтнине вĕрентекен! вĕрентекен! тесе ђĕннине йуратаççĕ. Есир xăра вĕрентекен тесе калаттарасшăн ан пулăр: сире Вĕрентекен пĕр Xристос анђаx; есир пурăр та пĕр тăвансем. Тата çĕр çинђе пĕр çынна та атте тесе ан калăр: сирĕн пĕр çÿлти Аçăр анђаx. Xăра xăр вĕрентекен тесе те ан калăр: сире Вĕрентекен пĕр Xристос анђаx. Сiрĕн xушшăрта асли сирĕн тарçăр пултăр. Xăне xăй ăсла xуракан кĕçĕн пулĕ; xăне xăй кĕçĕне xуракан аслă пулĕ.

Xуйxă сире, кĕнекеçĕсем, фарисейсем; ей ултавçăсем, мĕшĕн есир çынсенђен çÿлти патшалăxа xупса xуратăр? xăр кĕрейместĕр, кĕрес тийекенсене те ђаратăр. Xуйxă сире, кĕнекеçĕсем, фарисейсем, ултавçăсем есир! тăлăx арăмсенĕн çурђĕсене çисе пĕтеретĕр; xăра xăр çынсене катарташшăн çын куçĕ умĕнђе пит нумай сăxсăxатăр; çавăншăн есир пит xĕн асап курăр. Xуйxă сире, кĕнекеçĕсем, фарисейсем, ултавçăсем есир, пĕр çынна саккунăра кÿртесшĕн тинĕспе типĕ çĕре çÿремесĕр xăвармастăр; саккунăра кÿртсен, ăна xăртан икĕ xут усал тамăк çынни тăватăр. Xуйxă сире, йертсе çÿрĕкен суккăр пуçлаxсем! есир калатăр: ђиркÿпе тупата тусан, айăпĕ çук; ђиркÿри ылтăнпа тупата тунине тытмалла, тетĕр. Ей ăссăрсем, суккăрсем! мĕн аслă: ылтăн-и, ылтăна таса тăвакан ђиркĕвĕ-и? Тата есир калатăр: парне паракан вырăнна тупата тусан, айăпĕ çук; çав вырăн çинђи парнепе тупата тăвакан айăплă, тетĕр. Ей ăссăрсем, суккăрсем! мĕн аслăраx: парне-и, парнене таса тăвакан вырăн-и? Парне вырăнĕне тупата тăвакан çын ун çинђи мĕн пур йапалисемпе те тупата тăват̌. Ђиркÿпе тупата тăвакан ун ăшĕнђе пурăнакан Турăпа та тупата тăват̌. Пĕлĕтпе тупата тăвакан Турă вырăнĕне те ун çинђе ларакан Турăпа та тупата тăват̌. Xуйxă сире, кĕнекеçĕсем, фарисейсем, ултавçăсем есир, пĕтнĕкрен, енисрен, калĕмпĕртен вуннăмĕш пайне йаратăр, саккунра ђăн аслине: тÿрĕлĕxе, сăвапа, ĕненÿлĕxе тумасăр xăваратăр; ђăн малтан çаксене тума кирлĕ-ђĕ, лешсене те тумасăр xăварма кирлĕ мар-ђĕ. Ей йертсе çÿрекен суккăр пуçлăxсем! есир ÿпресене сĕретĕр, тĕвене çăтатăр. Xуйxă сире, кĕнекеçĕсем, фарисейсем, ултавçăсем есир, тиркĕр, ђашкăрсенĕн тулашĕсене тасататăр, вĕсенĕн ăшĕсем анђаx улталаса илнĕ ирсĕр йапаласемпе тулнă. Ей суккăр фарисей! тиркÿ, ђашкусенĕн тулашĕсене тасатитђен малтан ăшĕсене тасат. Xуйxă сире, кĕнекеçĕсем, фарисейсем; есир ултавçăсем пулса сăрланă тупăксем пек пулатăр; сăрланă тупăксенĕн тулашĕсем илемлĕ те, ăшĕсем вилнĕ çынсенĕн шăммисемпе, тĕрлĕ усалпа тулнă. Есир те çапла тулăшăртан çын пуçне ырă çын пек курăнтăр, xăр ăшăрта ултавпа çылăx туллийеx. Xуйxă сире, кĕнекеçĕсем, фарисейсем, ултавçăсем есир, пророксемпе çĕнĕрен тупăк тăватăр, таса çынсене пытарнă вырăна асăнмалăx йапаласем лартса илемлĕлететĕр. Есир калатăр: мекер епир пирĕн аттемĕрсем пурăннă кунĕсенђе пурăннă пулсан пророксем йунне йуxтарма xутшăнман пулăтăмăр, тетĕр. Çапла каланă тăрăx есир xăра xăр пророксене вĕлернĕ усал çынсенĕн ађисем иккенне (мĕнне) пĕлтеретĕр. Еппин есир те аçăрсенĕн виçине тултарса çитерĕр. Ей çĕлен çурисем! есир тамăк асапĕнђен йепле xăтăлăр? Çавăнпа Епĕ сирĕн патра пророксене, ăçта çынсене, кĕнекеçĕсене йарăп; есир вĕсене xăшне xăшне вĕлерĕр, xăшне xăшне xĕрес çумне пăталăр, xăшне xăшне кĕлле пуxăнакан пÿртсенђе xĕнĕр, пĕр xуларан тепĕр xулана xăваласа çÿрĕр; çакă çĕр çинђе айăпсăр тăкăннă таса çынсенĕн йунĕсем таса Авел йупĕнђен пуçласа, парне паракан вырăнна ђиркÿ xушшинђе есир вĕлернĕ Варахія ывăлĕ Захарія йунне çитиђђен, мĕн пурĕ пур те сирĕн çине анĕ.

Ђăн калатăп сире: çав пур те çак йăx çине килĕ. Ей Іерусалим! Іерусалим! есĕ xу патна йанă пророксене ђулпа персе вĕлерсе пĕтеретĕн. Вĕçен кайăк ђĕннисене xăй çунађĕ айне пуçтарнă пек, Епĕ те санăн ађусене Xам патма миçе xут пуxма тытăнсаттăм, есир xăр килмерĕр! Акă ĕнтĕ сирĕн çуртăр пушă йулат̌. Калатăп сире: есир пайантан урăx: Турă йађĕпе Килекен муxтавлă пултăр, тесе кăш- кăриђђен Мана кураймăр, тенĕ.

XXIV ПŸЛĔМ.

Іисус Ђиркÿрен туxсан, Ун патне вĕренекенĕсем ђиркÿ xуралтисене кăтартас тесе пынă. Іисус каланă вĕсене: çаксене пурне те куратр-и? Ђăн калатăп спре: кунта ђул çине ђул та йулмĕ, пурне те çĕмĕрсе пĕтерĕç, тесе. Вăл Елеон тăвĕ çине улăxса ларсан, вĕренекенĕсем Ун патне пырса уллаx çĕрте ыйтнă: вăл xăçан пулассине каласа пĕлтер-ђĕ пире, Есĕ Xу килессипе тĕнђе пĕтессине кăтартакан паллăсене те каласа пар-ђĕ пире, тенĕ. Іисус сăмаx тавăрса каланă вĕсене: сыxланăр, кам та пулин сăxлантарса ан улталатăр сире. Ман йатăмпа каланса нумайĕш килĕç: вĕсем епĕ Xристос тесе калĕç; çапла нумайĕшне улталĕç. Тата вăрçăсемпе вăрçă xыпарĕсене илтĕр. Астăвăр, xăраса ан аптрăр: вĕсем пур те пулмалла, анђаx xалĕ тĕнђе пĕтес вăxăт мар. Пĕр xалăx тепĕр xалăxа xирĕç тăрĕ; пĕр патша xалăxĕ тепĕр патша xалăxне xирĕç тăрĕ; выçлăxсем пулĕç, мурсем пулĕç, тĕрлĕ çĕрте çĕр ђĕтĕрĕ. Ку пур те асапсенĕн пуçламĕшĕ анђаx. Çавăн ђуxне сире асаплантарĕç, xĕнесе те вĕлерĕç, Манăн йатăмшăн пур xалăxсем те кураймĕç сире. Çавăн ђуx нумайĕшĕ улталаса Манăн тĕне пăраxĕç. Пĕрне пĕри тытса парĕç, пĕрне пĕри кураймĕç. Нумай суйа пророксем килсе пайтаx çынсене улталĕç. Çылăx нумайланнăран нумайĕшин кăмăлĕсенђе çынна савасси пĕтĕ. Çăв пур xĕнсем пĕтиђђен тÿсекен çăлăнĕ. Пур xалăxсене те пĕлтермешкĕн çакă Турă патшалăxĕйĕн Евангелiйĕ пĕтĕм çĕре сарăлсассăн унтан вара пĕтес вăxăт пулĕ. Çавăн ђуxне Данiил пророк каласа xунă темĕн тĕрлĕ ђарăнми усал ĕçсене таса çĕрте курсан (çакна вулакан ăнлатăр), Іудеяра пурăнакансем ту çине тарђђăр. Кам та пулин пÿрт тăрринђе пулсан, анса пĕр пĕр йапала илем тесе пÿртне ан кĕтĕр. Xирте пулсан тумтирсем илсе килем тесе килне ан тавăрăнтăр. Çав кунсенђе мала-ĕмĕтлĕ арăмсене, ађа ĕмĕртекенсене xуйxă пулĕ. Турра кĕл-тăвăр, сирĕн тарас кунăр хĕлле ел шăмат кун ан пултăр тесе. Çав вăxăтра пит пысăк xĕн пулĕ, ун пекки тĕнђе пулнăранпа xалитђен пулман та, ÿлĕмрен те пулмĕ. Çав кунсем ђакмасан, пĕр çын та xăтăлаймĕ-ђĕ; вăл кунсем суйланă çынсемшĕн анђаx ђакĕç. Çавăн ђуxне кам та пулин: ак Xристос кунта, ел ав унта, тесе каласан есир ăна ан ĕненĕр. Суйа xристоссемпе суйа пророксем килсе темĕн тĕрлĕ тĕлĕнмелле ĕçсем туса кăтартĕç, май килсен суйланă çынсене те улталама тăранĕç. Акă Епĕ сире малтан каласа xутăм. Еппин сире ак çапла каласан: Вăл пушă çĕрте тесен, есир унта ан кайăр; ак Вăл уллаx пÿлĕмсенђе тесен, ан ĕненĕр. Xĕвел туxĕçĕнђе çиçĕм çиçсен xĕвел анăçне çитетђенеx йепле курăнат̌; етем Ывăлĕ килнĕ ђуx та çаплаx пулĕ. Виле пур çĕре ăмăрт каййкĕсем пуçтарăнĕç. Çав xуйxăлă кунсем xыçĕнђен сасартăк xĕвел тĕттĕмленĕ; уйăx xăй çуттине кăтартми пулĕ, çăлтăрçем пĕлĕтрен тăкă- нĕç, çÿлти вăй-xăватсем xăраса ђĕтĕрĕç. Çавăн ђуxне пĕлĕт çинђе етем Ывăлĕйĕн палли курăнĕ; вăл курăнсан вара çĕр çинђи xалăxсем пÿрте йĕре пуçлĕç, çÿлте, пĕлĕтсем çинђе аслă xăватпа, аслăлăx- па килекен етем Ывăлне курĕç. Вăл Xăйĕн пирĕштийĕсене пысăк сасăлă мусыккансемпе йарĕ; вĕсем пĕлĕтĕн пĕр xĕрринђен пуçласа тепĕр xĕррине çитиђђен тĕнђенĕн тăват йенђен те суйланисене пуxĕç. Акă есир смоква йывăçне астăвăр: унăн кăђăкисем çемçелсе çулçă çурсан, çу çывăxне пĕлетĕр. Çавăн пек вăл ĕçсене пурне те курсан есир етем Ывăлĕ çывăx, алăк умĕнђеx тесе пĕлĕр. Ђăн калатăп сире: çак ĕçсем пур те пулиђђеп, çак йăx та пĕтеймĕ. Пĕлĕтпе çĕр пĕтĕç, Манăн сăмаxăмсем вырăна килмесĕр йулмĕç. Вăл xăш кунта, xăш сеxетре пулассине никам та пĕлмест, çÿлти пирĕш- тисем те пĕлмеççĕ, пĕр çÿлти Аттем анђаx пĕлĕт. Ной пурăннă вăxăтра пулнă пек етем Ывăлĕ килнĕ ђуx та çапла пулĕ. Çĕр çине шыв тулас умĕн Ной кимĕ ăшне кĕрес куна çититђенеx çынсем йепле ĕçсе, çисе, авланса, кађђа кайсă пурăннă; шыв тÿлек пурне те пусса пĕтериђђен, вĕсем нимĕн те шуxăшламан: етем Ывăлĕ килнĕ ђуx та çапла пулĕ. Çавăн ђуx икĕ çын xирте пулсан, пĕрне илĕç, тепĕрне xăварĕç. Арман авăртакан икĕ xĕр-арăмсен- ђен пĕрне илĕç, тепĕрне xăварĕç. Çавăнпа xатĕр тăрăр, есир xăр Туррăр xăш сеxетре килессине пĕлместĕр. Есир пĕлетĕр, кил йышĕ ун патне вăрăсем xăш вăxăтра пырассине пĕлсен, вăл пит сыx тăрĕ-ђĕ; xăй çурђĕ айне алтса кĕме ирĕк памĕ-ђĕ. Çавăнпа есир те xатĕрленсе, йантă тăрăр; етем Ывăлĕ есир кĕтмен сеxетре килĕ. Xуçанăн xăй тарçисене кирлĕ вăxăтра ĕçме-çиме пама пуçлăx туса xунă, ăслă, шанăçлă ђури кам пулĕ? Xуçи пырса пăxнă вăxăтра xăй xушнă пек ĕç тума тăрăшнине курсан, çав тарçă телейлĕ пулĕ. Ђăн калатăп сире: xуçи вара ăна мĕн пур пурăлăxĕ çине пуçлăx туса xурĕ. Ђури усал пулсан, xăй ăшĕнђе xуçам ђас килнĕ xаљ тесе шуxăшласа, йулташĕсене çапса xĕне пуçласан, аскăн çынсемпе ĕçме, çиме тытăнсан, çавăн ђуx xуçи вăл кĕтмен кунра, шуxăшламан сеxетре пырса, ăна вăта таран касса пăраxса усал ултавçăсем куракан асапа кăтартĕ; унта йĕрÿ, шăл шатăртаттару пулĕ, тенĕ.

XXV ПŸЛĔМ.

Çавăн ђуxне çÿлти патшалăx вунă xĕр майлă пулĕ; вĕсем xăйсен xунарĕсене илсе кĕрĕвĕ xирĕç илме туxнă. Вĕсем xушшинђе пилĕкĕшĕ ăслă пулнă, пиллĕкĕшĕ ăссăртараx пулнă. Ăссăртараxxисем xунаррисене илсе, xăйсемпе пĕрле çу илмесĕр туxнă. Ăслисем xунаррисемпе пĕрле савăђĕсемпе çу та илнĕ. Кĕрĕвĕ ђасаx килейменрен вĕсем пур те ăйxăласа çывăрнă. Çур çĕр тĕлĕнђе: ак кĕрÿ килет, ăна xирĕç туxăр тесе кăшкăрнă сасă илтĕннĕ. Çавăн ђуxне xĕрсем пур те xунаррисене тÿрлетнĕ. Ăссăртараxxисем ăслисене каланă: пирĕн xунарсем сÿнеççĕ, пире çу парăр-ђĕ, тесе. Ăслисем каланă: сире парсан, пирĕн те, сирĕн те çителĕксĕр ан пултăр, апла тăвађђен xăр валли сутакансенђен кайса илсе килĕр, тенĕ. Вĕсем çу сутăн илме кайсассăн кĕрĕвĕ килнĕ, xатĕррисем унпа пĕрле туйа кĕнĕ те алăкĕсене xупса питĕрнĕ. Унтан вара ытти xĕрсем те алăк патне пырса: кĕрÿ, кĕрÿ! алăк уçсам пире, тенĕ. Вăл вĕсене xирĕç! каланă: ђăн калатăп: епĕ пĕлместĕп сире, тенĕ. Çавăнпа есир те сыx тăрăр, етем Ывăлĕ xăш кунта, xăш сеxетре килессине пĕлместĕр. Çавăн ђуxне Вăл ђурисене йыxăрса, xăй пурăлăxне вĕсене парса xăварса йут çĕре кайнă çын пек тăвĕ. Вăл çын пĕрне пилĕк талант панă, тепĕрне икĕ талант, xăшне xăшне пĕрер талант, пурне те xалĕсене пăxса вăлеçнĕ. Унтан вара вăл ђас кайнă. Пилĕк талант илни кайса, вĕсене ĕçе кÿртсе, тата пилĕк талант тупнă. Икĕ талант илни те çавăн пек тата икĕ талант тупнă. Пĕр талант илни кайса, çĕре алтса, xуçи укçине унта пытарнă. Пай- таx вăxăт иртсен, ђурасенĕн xуçи тавăрăнсан вĕсенђен xисеп ыйта пуçланă. Пилĕк талант илнĕ ђура тата пилĕк талант илсе пырса каланă: xуçа! есĕ мана пилĕк талант патăн; акă вĕсем çине епĕ тата пилĕк талант xушрăм, тенĕ. Xуçи ăна каланă: йурĕ, ырă шанђăклă ђура; саxалпа есĕ шанăçлă пултăн, сана нумайа пуçлăx тăвăп; çавăн xуçупа пĕрле, тенĕ. Икĕ талант илни те çапла пырса каланă: xуçа! есĕ икĕ талант патăн мана; ак вĕсем çине епĕ тата икĕ талант xушрăм, тенĕ. Xуçи каланă ăна: йурĕ, ырă шанђăклă ђура, саxалпа шанăçклă пултăн, нумайа сана пуçлăx тăвăп; савăн есĕ те xуçупа пĕрле, тенĕ. Унтан пĕр талант илни пырса каланă: ей xуçа! епĕ есĕ xытă çын иккенне пĕлеттĕм; есĕ акман çĕртен выратăш; салатман çĕртен пуxатăн. Çавăнпа епĕ xăраса санăн талантна кайса çĕре пытартăм: ак ме, xăвăнне ил, тенĕ. Xуçи каланă ăна: ей найан, усал ђура! есĕ мана акман çĕртен вырат̌, салатман çĕртен пухат̌ тесе пĕлнĕ пулсан, манăн укçана сут тăвакансене пама кирлĕ-ђĕ; епĕ тавăрăнсассăн ăна тупăшĕпе илнĕ пулăттăм вара. Унăн талантне илĕр те вунă талантлă çынна парăр. Пурăлăxлă çынна парăнĕ, унăн вара тата йышлăланĕ; çукран мĕн пурри те илĕнĕ. Çакă йурăxсăр ђурана тула кăларса тĕттĕм çĕре пăраxăр, унта йĕрÿ те шăл шатăртаттару та пулĕ, тенĕ. (Çакна каласан: итлеме xăлxа пурри илттĕр! тесе каланă). Етем Ывăлĕ килнĕ ђуx Унпа пĕрле пур святой Ангелĕсем те калĕç: çавăн ђуxне Вăл Xăйĕн аслă вырăнне ларĕ. Ун умне пур xалăxсем те пуxăнĕç; Вăл вĕсене кĕтÿçĕ сурăxсенђен кађакасене уйăрнă пек пĕрĕнђен пĕрне уйăрĕ; сурăxĕсене Xăйĕн сылтăм йенне, кађакасене сулаxай йенне тăратĕ. Çавăн ђуx Патша сылтăм йенђисене калĕ: ей Манăн Аттенĕн пеxнлленисем! килĕр, тĕнђе пулнăранпа сирĕншĕн xатĕрлесе xунă патшалăxа кĕрĕр, тийĕ. Епĕ выçăxсан, есир çитерсе тăрантартăр Мана; Манăн ĕçессĕм килсен, есир ĕçтерсе ăша кантартăр; йут çĕрте çÿренĕ ђуx, есир çуртăра кÿртсе вырттартăр Мана; Епĕ çарамас ђуx есир тумлантартăр Мана; ђирлесе выртнă ђуx, есир Ман патма кĕрсе кăмăлма савăнтартăр; тĕрмере выртнă ђуx, есир Ман патма пытăр, тийĕ. Çавăн ђуxне сăваплă çынсем Ăна xирĕç калĕç: Ей Турăçăм! епир Есĕ выçăxнине xăçан курса тăрантартăмăр, ĕçессÿ килсен, xăçан ĕстерсе ăшна кантартăмăр? Епир Сана йут çĕрте çÿренине курса çуртăмăра xăçан кÿртсе вырттартăмăр? ел çарамас çÿренине курса, Сан çине тумтир xăçан тăxăнтартăмăр? Xăçан Есĕ ђирлĕ выртнине ел тĕрмере выртнине курса Сан патна кĕтĕмĕр? тийĕç. Патша вĕсене xирĕç килĕ: ђăн калатăп сире: Манăн çак тăвансем xушшинђен пĕр кĕçĕн тăванăмшăн туни Маншăн тунă пек пулђĕ, тийĕ. Унтан вара сулаxай йенђисене калĕ: ей пе- xиллĕxсĕр, йĕксĕксем! кайăр Ман патăмран шуйттанпа унăн ангелĕсем валли йантăласа xунă ĕмĕрлĕx вутне. Епĕ выçăxсан, есир Мана çиме памарăр; ĕçессĕм килсен, есир Мана ĕçтермерĕр;  йут çĕрте çÿренĕ ђуx, есир Мана çуртăра кÿртсе вырттармарăр; çарамас ђуx, есир Мана тумтир тăxăнтармарăр; Епĕ ђирлĕ выртнă ђуx, тĕрмере выртнă ђуx, есир Ман патма кĕмерĕр, тийĕ. Çавăн ђуx вĕсем ăна xирĕç калĕç: ей Турăçăм! Есĕ Ĕненнине, ел ĕçессÿ килсе çÿренине, ел йут çĕрте çÿренине, ел çарамас çÿренине, ел ђирлине, ел Есĕ тĕрмере выртнине xăçан курса, астуса пăxмарăмăр Сана епир? тийĕç. Вăл вĕсене xирĕç калĕ вара: ђăн калатăп сире: есир çакă пĕр пĕђĕкçине туманшăн Мана туман пек пултăр, тийĕ. Унтан вара кăсем ĕмĕр асапланма кайĕç, сăваплă çынсем ĕмĕрлĕx пурăнăçа кайĕç, тенĕ.

XXVI ПŸЛĔМ.

Іисус çав сăмаxсене каласа пĕтерсен, Xăйĕн вĕренекенĕсене каланă: есир пĕлетĕр, тата икĕ кунтан Пасха пулĕ, етем Ывăлне xĕрес çумне пăталаса xума илĕç, тенĕ. Çавăн ђуxне Каіафа йатлă пуп пуçлăxĕ картишне ăслă пупсем, кĕнекеçĕсем, xалăx xушшинђи вырăнлă çынсем пуxăннă. Çав пуxура вĕсем пĕр-пĕр xайла тупса Іисуса ултавпа тытса илсе вĕлерес тесе сăмаx пĕтернĕ. Анђаx уйав кунĕ вĕлерсе xалăx xускалмалла ан пултăр, тенĕ. Іисус Виѳаніяра Симон йатлă усал ђирлĕ çын килĕнђе ђуx, Ун патне пĕр арăм алавастăртан тунă савăтпа xаклă тутлă шăршăлă çу илсе пынă та, Вăл ларнă ђуx, Ун пуçĕ çине çав çăва йуxтарнă. Çавна курсан Унăн вĕренекенĕсем йуратмасăр каланă: мĕн тума ку xаклă çăва сайа йарас? Ку çăва xаклă сутса укçине ыйткалакансене парсан, авантараx пулĕ-ђĕ, тенĕ. Ăна пĕлсе Іисус каланă вĕсене: арăма мĕн кăлăx аптрататăр? Вăл Маншăн ырă ĕç турĕ. Ыйткалакансем сирĕнпе кирек xăçан та пулĕç, Епĕ сирĕнпе йаланаx пулмăп. Ман ÿтĕм çине тутлă шăршăлă çу йуxтарса, вăл пытарма xатĕрлесе xуђĕ Мана. Ђăн калатăп сире: ак пĕтĕм тĕнђере, кирек xăш тĕлте те çак Евангеліе сарăлнă çĕрте вăл мĕн тунине асра тытса тăрĕç, тенĕ. Çавăн ђуxне вара Іисусăн вуникĕ вĕренекенсенђен пĕри, Іуда Искарiот йатли, пуп пуçлăxĕсем патне кайса: мĕн парăр есир мана, епĕ Ăна тытса парăп сире? тенĕ. Вĕсем ăна вăтăр тенкĕ кĕмĕл укçа пама пулнă. Çав вăxăтран вара Іуда Іисуса тытса пама май (ункай) вăxăт шыранă. Тутлă пашалу уйавĕ пулас кун умĕн вĕренеке нĕсем Іисус патне пырса: Xу валли пасха ăçта xатĕрлеме xушатăн пире, тесе ыйтнă, Іисус каланă: кусăр xулана кайса, пĕр çын патне кĕрсе калăр: Вĕрентекен: Манăн xурăлăx курас вăxăтăм çитет ĕнтĕ. Cанăн пÿртне кĕрсе вĕренекенĕмсемпе пасха тăвăп тесе калат̌, тийĕр, тенĕ. Вĕренекенĕсем Іисус xушнă пек пасxа xатĕрлесе xунă. Каç пулсан Вăл вуникĕ вĕренекенĕсемпе апат çиме ларнă. Çав апата çинĕ ђуx Іисус каланă: ђăн калатăп сире: сирĕн xушшăртан пĕри Мана тытса парĕ, тенĕ. Вĕсем вара пит xуйxа ÿксе, пĕрерĕн, пĕрерĕн Унтан ыйта пуçланă: ей Вĕрентекен, епĕ мар-и те, епĕ мар-и? тесе. Вăл каланă вĕсене: Манпа пĕрле аллине тиркĕ çине йаракан, çав Мана тытса парĕ. Апла пулсан та етем Ывăлне Xăй çинђен çырса xунă пекеx пулат̌, анђаx етем Ывăлне сутакана пысăк xуйxă пулĕ; вăл çын çуралиђђен çуралманни лайăxраx пулнă пулĕ-ђĕ, тенĕ. Çавăн ђуx Ăна сутакан Іуда та: Вĕрентекен, епĕ мар-и? тесе ыйтнă, Іисус каланă ăна: еçĕ каларăн, тесе. Вĕсем çисе ларнă ђуx, Іисус çăкăр илсе пеxиллесе, вĕренекенĕсене xуççа валеççе панă та каланă: илсе сийĕр: ку Манăн ÿтĕм. тесе. Унтан вара тата Іисус куркана ђиркÿ ереxне илсе кĕлтусан вĕсене панă-та каланă: çакăн ăшĕнђен пурăр та ĕçĕр; ку Манăн сирĕнпе пĕрле çĕнĕрен xунă çăмаx йунĕ, вăл нумай çынсенĕн çылăxĕсене каçарасшăн йуxат̌. Калатăп сире: пайанxи кунтан урăx çак йĕсĕм çырли ереxне, Xам Аттем патшалăxĕнђе сирĕнпе пĕрле çĕнĕ ереx ĕçес кунђђенеx, ĕçмĕп ĕнтĕ, тенĕ. Унтан вара кĕлĕ йурри йурласан Елеон тăвĕ çине кайнă. Çавăн ђуx Іисус каланă вĕсене: есир кĕçĕр пурăр та Мана пĕлмен пек пулса тупăр; кĕтÿçине персе вĕлерес те кĕтÿри сурăxĕсем саланĕç вара, тесе çавăнпа çырса xунă. (Заx. 13, 7). Вилĕмĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан, сире Галилеяра тĕл пулса курăнăп, тенĕ. Петр Ăна xирĕç каланă: ыттисем пур те Сана пĕлмен пек пулса тунсан та епĕ ниxçан та тунасăм çук, тенĕ. Іисус каланă ăна: ђăн калатăп сана: кĕçĕр есĕ автан автитђеп Мана пĕлмен пек пулса виçĕ xутђен тунăн, тенĕ. Петр каланă Ăнă: епĕ Санпа пĕрле, вилес пулсан та Сана пĕлмен пек пулса тунмăп, тенĕ. Ытти вĕренекенĕсем те çапла каланă. Унтан вара Іисус вĕсемпе пĕрле Геѳсиманія тесе калакан вырăна, пырсан, вĕренекенĕсене каланă: Епĕ унта кайса кĕл-тунă килитђен, есир кунта парăр xалĕ, тенĕ. Петрпа Зеведейĕн икĕ ывăлне Xăйпе пĕрле илсе кайнă та xуйxăрса пăшăрхана пуçланă. Çавăн ђуxне Іисус каланă вĕсене: Манăн ђунăм вилес пек пăшăрxанат̌, Манпа пĕрле кунта çывăрмасăр тÿссе тăрăр xалĕ, тенĕ. Xăй вĕсенђен кăшт айаккараx кайса ÿпне ÿксе ак çапла каласа кĕл-тунă: ей Аттем! çакă Епĕ ĕçес курçа Мана тимесĕр иртмелле пулсан иртин-ђĕ; анђаx Епĕ кĕленĕ пек мар, Есĕ Xу каланă пек пултăр, тенĕ. Унтан вара вĕренекенĕсем патне пынă та, вĕсем çывăрнă тĕле пулса Петра каланă: есир Манпа пĕрле пĕр сеxете те çывăрмасăр тÿсеймерĕр. Ан çывăрăр, кĕл-туса тăрăр; кĕл-тумасан xăраса аптрăр. Сывлăш сыxă, ÿт тÿсĕмсĕр, тенĕ. Унтан тата тепĕр xут айаккараx кайса ак çапла каласа кĕл-тунă: ей Аттем! çак курка, Епĕ ун ăшĕнђен ĕçмесĕр, Манран иртмелле мар пулсан, ĕнтĕ Санăн ирĕкÿ пултăр, тенĕ. Вĕренекенĕсем патне тата тепĕр xут пырса пăxсан, вĕсем çывăрнине тĕл пулнă, вĕсенĕн куçĕсене ăйxă пуснă. Вĕсене xăварса айаккараx кайнă та виççĕмĕш xут çав сăмаxсенеx! каласа кĕл-тунă. Унтан вара Xăйĕн вĕренекенĕсем патне пырса каланă; вĕсене: есир, йалан кайса çывăратăр иккен xалĕ; акă ĕнтĕ етем Ывăлне çылăxлă çынсем аллисене тытса парас сеxет çитрĕ. Тăрăр ĕнтĕ, кайăр, Мана тытса паракан çывăxарђĕ, тенĕ. Іисус çак сăмаxсене каланă ђуx, вуникĕ вĕренекенĕсенђен пĕри Іуда йатли пынă, унпа пĕрле тата пуп пуçлăxĕсемпе вырăнлă çынсем патĕнђен xĕçсем, ђукмарсем тытса пит нумай xалăx пынă. Іисуса тытса паракан Іуда вăл çынсене ак çапла паллă каласа панă: епĕ пама тытса ђуп-тăвăп, Çав Xăйеx пулĕ, есир Çавна тытса илĕр, тенĕ. Çавăн ђуxне Іуда Іисус патне пырса: савăн, Вĕрентекен! тесе ђуп-тунă Ăна. Іисус каланă ăна: тусăм, есĕ кунта мĕшĕн килтĕн? тенĕ. Унтан вара çынсем Іисус патне пырса, Ун çине аллисене xунă та тытса илнĕ Ăна. Іисуспа пĕрле пулнисенђен пĕри xĕçне кăларса илсе, аллине тăсса, пуп пуçлăx ђурин xăлxине касса татнă. Çавăн ђуx Іисус каланă ăна: ђик xĕçне йĕннине, xĕç илекенсем xăйсем те xĕçпе касăлса вилĕç. Епĕ xалĕ те Аттемрен йăлăнса ыйтсан, Вăл Мана пулăшма вуникĕ легіонран ытла ангелсем йарĕ тесе шуxăшламастăн-ам есĕ? Есĕ Мана çапла xăтарсан, çырса xунă сăмаxсем вырăнне йепле килĕç? тенĕ.

Çавăн ђуxне Іисус Xăй патне пынă xалăxсене каланă: вăрă-xураxа тытма туxнă пек xĕçсемпе, ђук- марсемпе Мана тытма килтĕр есир; Епĕ куллен сирĕнпе лараттăм, ђиркÿре те сире вĕрентеттĕм, есир Мана ун ђуxне тытмарăр. Çакă пур те пророксем çырнă сăмаxсене вырăна килтересшĕн пулђĕ ĕнтĕ, тенĕ. Çавăн ђуxне Унăн вĕренекенĕсем пур те Ăна пăраxса тарнă. Іисуса тытнă çынсем Ăна илсе, кĕнекеçĕçемпе вырăнлă çынсем пуxăннă çĕре, аслă пуп пуçлăxĕ Каiаф патне леççе xăварнă. Петр Іисус xыçĕнђен аслă пуп пуçлăxĕ килне çитиђђенеx айакран пынă; унтан вара картишне кĕрсе Іисус ĕçĕ йепле пĕтессине курам тесе аслă пуп пуçлăxĕ тарçисемпе пĕрле ларнă. Пуп пуçлăxĕсем, вырăнлă çынçем, пур Синедріон та Іисуса вĕлересшĕн Ун тĕлĕнђен суйа каласа кăтартакан çынсене шыранă. Шыракан та тупайман: суйа каласа кăтартакансем нумайăн пырсан та айăпне тупайман. Йулашкинђен вара, икĕ суйа суйса кăтартакан çынсем Пырса каланă: ђиркĕве пăсса пĕтерĕп те, виçĕ кунта çĕнĕрен туса лартăп, тесе каларĕ Вăл, тенĕ. Аслă пуп пуçлăxĕ Іисуса тăрса каланă: мĕшĕн Есĕ пĕр сăмаx та тавăрмасăр тăратăн? илтетн-е, вĕсем Сан çинђен мĕн калаççĕ? тенĕ. Іисус пĕр те ђĕнмен. Унтан вара пуп пуçлăxĕ Іисуса каланă: ђĕрĕ Турăпа тупата тутарса ыйтатăп Сантан, кала пире, Турă Ывăлĕ Xристос Есĕ-им? тенĕ. Іисус каланă ăна: ђăн каларăн есĕ; Епĕ те калатăп сире: ĕнтĕ есир кунтан вара етем Ывăлĕ xăватлă Туррăн сылтăм йĕнђе ларнине те, пĕлĕтсем çинђе килнине те курăр, тенĕ. Вăл çапла каласан пуп пуçлăxĕ xăй çинђи тумтирне çурса каланă: Вăл Турра xурлат̌; тата пире мĕн свитеттĕлĕ кирлĕ; Вăл Турра xурланине акă есир xалĕ Xăнђен илтрĕр. Сире ку йепле пек туйăнат? тенĕ. Вĕсем каланă: Ăна вĕлерме тивĕçлĕ, тесе. Çавăн ђуxне Іисуса пиђĕ çине сурса ђăмăрпа çапнă, xăшĕ xăшĕ Унăн пуçне xупласа пит çăмартинђен çапса каланă Ăна: ей Xристос! Сана кам çапрĕ, пĕлсе кала пире? тенĕ. Петр çав вăxăтра тулта, карташĕнђе ларнă; пĕр xĕр-арăм тарçă ун патне пырса каланă: есĕ те Галилеяри Іисуспа пĕрле-ђĕ, тесе. Петр пур çынсем умĕнђе туннă: есĕ мĕн каланине епĕ пĕлместĕп, тенĕ. Петр xапxаран туxнă ђуx, тата тепĕр xĕр-арăм ăна курса çавăнта тăракансене каланă: ку та Назаретри Іисуспа пĕрле-ђĕ, тенĕ. Вăл каллеx: ку çынна пĕлместĕп тесе тупата туса туннă. Пăртакçĕ тăрсан çавăлте тăракансем Петр патне тата пырса каланă: есĕ те ђăнаx вĕсенĕн пек, xу калаçнă сăмаxсенђен паллă, тенĕ. Вăл çавăн ђуx: ку çынна пĕлместĕп тесе темĕн пек тупата тăва пуçланă. Çав вăxăтраx вара сасартăк автан авăтса йанă. «Есĕ автан авă- титђен Мана пĕлмен пек пулса виç xутђен тунăн» тесе Іисус каланă сăмаxа Петр çавăн ђуx аса илнĕ те унтан туxса пит ÿкĕнсе йĕнĕ.

XXVII ПŸЛĔМ.

Ирxине, çутăлсан, пуп пуçлăxĕсем, xалăx xушшинђи вырăнлă çынсем пур те Іисуса вĕлерес тесе Ун çинђен канаш тунă. Ăна çыxса Понтій Пилат йатлă аслă тÿре пуçлăxĕ патне илсе пырса панă. Çавăн ђуxне Іисуса сутнă Іуда Ăна вĕлерме сут тунине курсан ÿкĕннĕ те вăтăр тенкĕ кĕмĕл укçине пуп пуçлăxĕсемпе вырăнлă çынсене ак çапла каласа кайалла панă: епĕ айăпсăр йуна сутса çылăxа кĕтĕм, тенĕ. Вĕсем каланă ăна: пирĕн мĕн ĕç пур унта? Xăвăнне xу пĕл, тенĕ. Вăл вара кĕмĕл укçисене ђиркĕве пăраxса туxнă та кайса

çакăнса вилнĕ. Пуп пуçлăxĕсем унăн укçине илнĕ те каланă: ку укçана ђиркÿ xыснине xума йурамаст, ку йун xакĕ, тенĕ. Вĕсем вара канашласан, айакран килнĕ йут çынсем вилсен пытарма тесе, вăл укçана пĕр ђÿлмекçĕн çĕрне сутăн илнĕ. Çавăнпа вăл çĕре xалĕ те йун çĕрĕ тесе калаççĕ. Çавăн ђуxне Іеремія пророк урлă каланă сăмаxсеi вырăна килнĕ; вăл ак çапла каланă: Израил ывăлĕсенђен сутăн илнĕ çын xакне, вăтăр тенкĕ илсе ђÿлмекçĕ çĕрĕшĕн панă, çапла тумашкăн Турă xушрĕ мана, тенĕ. Іисус аслă тÿре умне тăрсан, тÿре Унтан ыйтнă: Іудея патши Ес-им-мĕн? тесе. Іисус каланă ăна: есĕ калатăп, тесе. Пуп пуçлăxĕсемпе вырăнлă çынсем Іисуса айăпланă ђуx, Вăл вĕсенĕ пĕр сăмаx та xирĕç тавăрса каламăн. Унтан вара Пилат каланă Ăна: Есĕ илтместн-и мĕн, миçенен Сан çинђен каласа кăтартаççĕ? тенĕ. Iисус пĕр сăмаx та ђĕнмен, çавăнпа аслă тÿре пит тĕлĕннĕ вара. Пасха праçник умĕн тĕрмери çынсенђен пĕрне, xалăx ыйтнине, тÿренĕн ирĕке кăларса йамашкăн йăли пулнă. Çавăн ђуx Варавва йатлă çын, xăй усал тунине ђаплăскер тĕрмере выртнă. Çапла вара xалăxсем пуxăнсан, Пилат каланă вĕсене: есир кама йама калатăр, Вараввана-и, Xристос тесе калакан Іисуса-и? тенĕ. Іисуса кураймасăр тытса панине вăл пĕлнĕ. Пилат сут тăвакан вырăнђе ларнă ђуx, арăмĕ ун патне ак çапла калама йанă: Вăл айăпсăр çынна нимĕн те ан ту, епĕ Уншăн кĕçĕр тĕлĕкĕмре пит асаплантăм, тенĕ. Пуп пуçлăxĕсемпе вырăнлă çынсем xалăxсене Вараввана кăларса йама, Іисуса вĕлерме ыйтма xĕтĕртнĕ. Унтан вара тÿре пуçлăxĕ тата тепĕр xут ыйтнă: есир икĕшĕнђен xăшне йама калатăр? тесе. Вĕсем: Вараввана йар, тесе каланă. Пилат каланă вĕсене: Xристос тесе калакан Іисуса мĕн тăвас вара манăн? тенĕ. Пур те: Ăна xĕрес çумне пăталаттар, тесе каланă. Тÿре пуçлăxĕ каланă вĕсене: сире Вăл мĕн усал турĕ? тесе. Вĕсем: пăталаттар, тесе тата xытăраx кăшкăрнă. Пилат ĕç май йенне кайманнипе xалăxсем лăпланмасăр xытă тăнине курсан, шыв илсе туxса, xалăxсем куçĕ умĕнђе аллине çуса каланă: ку айăпсăр çын йунĕшĕн епĕ айăпа кĕместĕп, есир xăр астăвăр, тенĕ. Ăна xирĕç пур xалăxсем те каланă: Унăн йунĕ пирĕнпе пирĕн ађамăрсем çине ÿктĕр, тенĕ. Унтан вара Пилат Вараввана вĕсемшĕн кăларса йанă, Іисуса xĕнеттерсе xĕрес çумне пăталама вĕсенĕн аллине панă. Çавăн ђуx тÿре пуслăxин салтакĕсем Іисуса сут тăвакан вырăна кÿртсе, Ун патне пĕтĕм çарă ушкăнне пуxнă. Унтан вара Іисуса салтăнтарса Ун çине xĕрлĕ тумтир тăxăнтарнă. Йĕплĕ xулăран кăшăл пек йавса Унăн пуçĕ çине тăxăнтарнă, сылтăм аллине патак пытарнă, унтан вара Ун умĕнђе ђăркуçланса ларса, Ăна мăшкăлласа: савăн Іудея патши! тесе каланă. Ун çине çурса, патакне туртса илсе, Ăна пуçĕнђен çапнă. Мăшкăлласа, xурласа ывăнсассăн, Ун çинђен xĕрлĕ тумтире xывса илсе, Xăй тумтирне тăxăнтарнă та xĕрес çумне пăталама илсе кайнă вара. Вĕсем xуларан туxнă ђуx Киринія тийекен xуларн Симон йатлă çынна тĕл пулсан, ăна iисусăн xĕресне çĕклесе пыма xушнă. Голгоѳа — çамка вырăнĕ тийекен çĕре çитсессĕн, Іисуса ĕçме ватпа xутăштарнă уксуса панă; тутанса пăxсан, Іисусăн ăна ĕçесси килмен. Іисуса xĕрес çумне пăталанă çынсем Ун тумтирне шăпа сиктерсе уйăрнă та, çавăлте ăна xуравласа ларнă вара. Унăн пуçĕ тĕпне айăпа кăтартакан сырăва “Ку Іудея патши Іисус”  тесе çырса xунă. Çавăн ђуxне Унпа пĕрле икĕ вăрă- xураxсене: пĕрне сылтăм йенне, тепĕрне сулаxай йенне xĕрес çумне пăталаса xунă. Іисус патĕнђен иртекен çынсем куçĕсене силлесе ак çапла xурласа каланă Ăна: ей ђиркĕве пăсса, виçĕ кунта çĕнĕрен туса лартакан! Есĕ Турă Ывăлĕ пулсассăн, Xăна Xу xăтарса xĕрес çумĕнђен ан, тенĕ. Пуп пуçлăxĕсем, кĕнекеçĕсем, вырăнлă çынсем те çаплаx мăшкăлласа каланă Ăна: çынсене xăтарат̌-ђĕ, xалĕ Xăне Xăй те xăтараймаст. Вăл Израил патши пулсан xĕрес çумĕнђен антăр, епир Ăна ĕненĕпĕр вара. Вăл Турă çине шанат̌-ђĕ, Турра йурăxлă пулсан, Турă xăтартăр ĕнтĕ Ăна. Вăл Xăй: Епĕ Турă Ывăлĕ, тесе калат̌-ђĕ, тенĕ. Унпа пĕрле xĕрес çумне пăталанă вăрă-xураxсем те çапла мăшкăлланă Ăна. Çав вăxăтра ултăмĕш сеxетрен пуçланса  тăxxăрмĕш сĕxете çитетђен пĕтĕм çĕр çийĕ тĕттĕм пулса тăнă. Тăxxăрмĕш сеxет таврашĕнђе Іисус xытă сасăпа кăшкăрнă: Или Или! лама са- вахѳани? тесе. Çак сăмаxсем: ей Турăçăм, Турăçăм, мĕшĕн Есĕ Мана пăраxрăн? тени пулаççĕ. Çавăлте тăракан çынсем ăна илтсен xăшĕ, xăшĕ каланă: Вăл Иліяна ђĕнет, тесе. Çавăн ђуxне унта тăракан çынсем xушшинђен пĕри ђупса кайнă та губка илсе, ăна уксуспа йĕпетсе, патак вĕçне тирĕнтерсе, тăсса Іисуса ĕçме панă. Ыттисем каланă: ђим xалĕ, пăxса тăрăр, Ăна xăтарма Илія кил-и xаљ, тенĕ. Іисус тата тепĕр xут xытă сасăпа кăшкăрнă та сывлăшне кăларнă вара. Çав вăxăтра ђиркÿри çĕнĕ ђаршав çÿлти xĕрринђен айалти xĕррине çититђен вăта таран çурăлса аннă; çĕр те ђĕтĕренĕ, ђулсем те çурăлнă. Тупăксем уçăлса нумай таса çынсем ÿђĕсемпе ђĕрĕлсе тăнă; Іисус ђĕрĕлсе тăрсан, вĕсем тупăкĕсенђен туxса, Святой xулана кĕрсе нумай çынсене курăннă. Сутник те унпа пĕрле Іисуса xуравласа тăнă çынсем те çĕр ђĕтĕренипе унта мĕн пулнине курсан, пит xăраса каланă: Вăл ђăн ђăнаx Турă Ывăлĕ иккен, (мĕн), тенĕ. Унта тата Іисус xыçĕнђен Галилеяран пынă xĕр-арăмсем нумай пулнă, вĕсем айакран пăxса тăнă. Магдалари Маріяпа Іаковпа Іосія амăшĕ Марія, тата Заведей ывăлĕсенĕн амăшĕ те çав xĕр-арăмсем xушшинђе пулнă. Каç пулсассăн, Аримафея xулинђен Іосиф йатлă пуйан çын пынă, вăл Іисус патĕнђе вĕреннĕ. Іосиф Пилат патне пырса Іисусăн ÿтне ыйтнă; ыйтсан Пилат Іисусăн ÿтне пама xушнă, Іосиф Іисусăн ÿтне илнĕ те таса пирпе ђĕркесе, xăйĕн ђул ăшне касса тунă çĕнĕ тупăкне xунă, унтан шăтăк алăкĕ умне пысăк ђул йăвантарса пырса xупланă та кайнă вара. Çавăн ђуxне унта Марія Магдалинапа тата пĕр урăx Марія пулнă, вĕсем Іисуса пытарнă вырăн умĕнђе ларнă. Тепĕр кунне пуп пуçлăxĕсемпе фарисейсем Пилат патне пуxăнса каланă ăна: ей аслă тÿре! xайxи ултавçăн ђĕрĕ ђуxне «виç кунтан ђĕрĕлсе тăрăп» тесе каланă сăмаxсем пирĕн асăмăра килђĕç. Çавăнпа Ăна пытарнă çĕрте виç кунђђен xуравлă тăма xуш есĕ, Унăн вĕренекенĕсем çĕрле пырса Унăн ÿтпе вăрăласа ан кайђђăр, унтан вара вĕсем етемсене вилĕмĕнђен ђĕрĕлсе тăнă тесе ан калађђăр. Апла пулсан кайранxи ултавĕ малтанxинђен те усалтараx пулĕ вара, тенĕ. Пилат вĕсене каланă: сирĕн xăрăн xурăлçăсем пур, кусăр, xăр пĕлнĕ пек xуравлăр, тенĕ. Вĕсем кайса Іисуса пытарнă шăтăк умĕнђи ђула пиђетлесе, унта xуравлă тăратса xăварнă.

XXVIII ПŸЛĔМ.

Шăмат кун иртсен, ерненĕн пирвайxи кунĕнђе ирxине, тул çутăлнă ђуx, Магдалари Маріяпа тата тепĕр Марія Іисус тупăкне пăxма пынă. Çавăн ђуx çĕр пит xытă ђĕтĕренĕ; Турă Ангелĕ çÿлтен анса, тупăк алăкĕнђи çула йăвантарса йарса, ун çине xăй ларнă. Унăн тĕсĕ çиçĕм пек пулнă, тумтирĕ йур пек шурă пулнă. Іисуса сыxлакансем Ангелтан xăраса вилнĕ пек пулнă. Ангел вара xĕр-арăмсем йенне çавăрăнса каланă: ан xăрăр; епĕ пĕлĕтĕн, есир пăталаса вĕлернĕ Іисуса шыратăр. Вăл кунта çук: Вăл ĕлĕк Xăй каланă пек ђĕрĕлсе тăђĕ. Килĕр çывăxараx, Вĕрентекенĕр выртнă вырăна кĕрсе пăxăр. Унăн вĕренекенĕсене ђасраx кайса калăр; Вăл вилĕмĕнђен ђĕрĕлнĕ, тесе; акă Вăл сире Галилеяра тĕл пулĕ; есир унта курăр Ăна. Акă епĕ каларăм ĕнтĕ сире, тенĕ. Унтан вара вĕсем Іисуса пытарнă çĕртен, васкаса туxнă та, xăйсем xăраса, xĕпĕртесе Унăн вĕренекенĕсене xыпар тума ђупнă. Унăн вĕренекенĕсене калама пынă ђуxне, Іисус вĕсене xирĕç пулса каланă: cавăнăр! тесе. Вĕсем пырса ÿксе, Унăн урине тытса пуççапнă Ăна. Іисус вĕсене каланă вара: ан xăрăр, Манăн тăванăмсене кайса xыпар тăвăр, Галилейе пыђђăр; унта вĕсем курĕç Мана, тенĕ. Вĕсем пынă ђуxне, xу- ралçăсем xăшĕ xăшĕ xулана кĕрсе, мĕн пулнине пурне те пуп пуçлăxĕсене каласа кăтартнă. Вĕсем вырăнлă çынсемпе пĕрле пуxăнса, канашласа, xуралçăсене пайтаx укçа парса каланă: есир çапла калăр: епир çывăрсассăн, Унăн вĕренекенĕсем çĕрле пырса Ăна вăрăласа кайнă, тнйĕр. Çакă xыпар тÿре пуслăxне çитсен, епир унпа килĕшсе сире усал пуласран xăтарăнăр, тенĕ. Вĕсем укçа илсе xăйсене вĕрентсе йанă пек тунă; çав сăмаx Іудейсем xушшинђе xалитђенеx тăрат̌. Вун-пĕрĕш вĕрекенĕсем Галилея кайса, iисус xушнă ту çине пуxăннă. Іисуса курсан, вĕсем пуççапнă Ăна; xăшĕ xăшĕ ĕненмесĕр шуxăшласа тăнă. Çывăxараx пырсан, Іисус каланă вĕсене: çÿлте те çĕр çинђе те пур ирĕке те Мана панă. Кайăр еппин, пур xалăxсене те вĕрентсе, Аттенĕн, Ывăлĕйĕн, Святой Сывлăшĕйĕн йађĕпе тесе тĕне кÿртĕр вĕсене. Епĕ сире тума xушнине вĕсене те тытса тăма вĕрентĕр, Епĕ сирĕнпе пĕрле тĕнђе пĕтит- ђенеx пулăп, тенĕ. Амин.

Advertisements

2 thoughts on “Матѳей Çырнă Евангеліе

  1. […] Ак мĕнле ĕçсем, итлĕр: Іисус Христос тĕнђене сут тума килсессĕн ак çапла калĕ: „Епĕ выçă ђух есир Мана çитертĕр, ĕçес килсе ăш çуннă ђух есир Мана ĕçтертĕр, çул çуренĕ ђух есир Мана хăвăр патăра кÿртрĕр; çарамас пултăм, есир Мана тумлантартăр, ђирлĕ выртрăм, есир пырса пăхрăр Мана; тĕрмере лартăм, есир Ман патăма пытăр”, тийĕ. (Мѳ. 25, 85—36). […]

    Like

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s