Чăвашла Коран тафсирĕ


1. Кĕнекене уçакан пай

Йышăнманни

Çак Ислам тĕнĕпе çыхăннă текста кăларса тăратни VulaCV проект Ислам тĕнне ырлани шутланма пултармасть. Тĕрлĕ культурăсене тата тĕнсене тарăнрах тĕпчес, тĕрĕс хак парас текенсем валли усăллă хатĕр пултăр терĕмĕр. Çак текстра тĕрĕсси те, йăнăшши те пулни çинчен те асăрхаттаратпăр.

  1. Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе!

  2. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине мĕн пур мухтав!

  3. Вăл Хăй ырăлăхне çут тĕнчери мĕн пур чуна парать, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçарать.

  4. Шухăшăмăрсемпе ĕçĕмĕрсемшĕн явап тытмалли кун патши пĕр Вăл кăна.

  5. Турăçăм! Эпир пĕр Сана кăна ĕненсе пуç çапатпăр, Эсĕ хушнă пек пурăнатпăр! Турăçăм! Пире тĕрлĕ усал-тĕселрен, çылăха кĕресрен упрасам, йывăрлăхра пулăшса пырсам!

6. 

Турăçăм! Пире тÿрĕ çул çине кăларсам, пире чăн тĕне çирĕп тытса пурăнмалла тусам! 7. Турăçăм! Пире Сана чун-чĕререн ĕненсе Сан сăвапна тивĕçнĕ çынсен çулĕпе утма пиллесем, тĕрĕслĕхе ăнланмасăр улталаннă тата чăнлăха курайманнипе ыттисене те суя çул çине пăрса яма тăрăшакансем хыççăн каясран упрасам!

2. “Ĕне” ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Алиф. Лям. Мим. 2. Çак Кĕнеке – Çÿлти Турă Сăмахĕ, Турă умĕнче çылăха кĕме хăракан таса чун-чĕреллĕ çынсене тĕрĕс çул кăтартса ырăпа усала уйăракан чăнлăх. 3. Турра ĕненекенсем хăйсем мĕн курни-илтнине кăна мар, леш тĕнче пуррине те ĕненеççĕ, çĕр çинчи пурнăçшăн Турă умĕнче явап тытма тивнине те пĕлеççĕ. Çак çынсем Турра пуç çапса кĕлĕ вулаççĕ, Турă панипе хăйсем кăна усă курса лармаççĕ, нуша куракансемпе чухăнсене те пулăшаççĕ, пĕр вĕçĕмсĕр ырă ĕçсем тăваççĕ. 4. Мухаммад! Вĕсем Турă сана пĕлтернĕ Сăмах чăнлăх пулнине, Турă унччен те çынсене Хăйĕн Сăмахне уçса панине ĕненеççĕ. Леш тĕнче пурри те вĕсемшĕн вăрттăнлăх мар. 5. Çак çынсем чăн тĕнпе пурăнса Турă пилленĕ çулпа утаççĕ. Çавăнпа та вĕсене çак пурнăçра та, леш тĕнчере те телейпе ăнăçу кĕтет. 6. Суя тĕнпе пурăнакансемшĕн эсĕ чăнлăха пĕлтерни-пĕлтерменни те, тĕрĕс пурăнма вĕрентни-вĕрентменни те пур-пĕрех. Турра ĕненмен çын нихăçан та чăн тĕне йышăнас çук. 7. Турă вĕсен чĕрисене чăнлăха туйми, хăлхисене чăнлăха илтми тунă. Вĕсен куçĕсем те, чаршавпа хупланнăн, тÿрĕ çула нихăçан та кураймĕç. Суя тĕнпе пурăнакансене леш тĕнчере хăрушă асап кĕтет. 8. “Эпир Турра тата явап кунне ĕнентĕмĕр”, – тесе калакан та пур вĕсен хушшинче. Анчах та çак сăмахсенче пĕр чăнлăх та çук – вĕсем тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине нихăçан та ĕненмĕç. 9. Вĕсем çут тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех пĕлсе тăракан Турра тата Турра ĕненекен таса чун-чĕреллĕ çынсене улталас теççĕ, анчах, ăна-кăна пĕлмесĕр, хăйсем улталанаççĕ. 10. Çак çынсен чĕрине хăрушă чир кĕрсе тĕпленнĕ, çавăнпа та вĕсем тĕнчесен Туррине, Вăл пĕр Турă пулнине, леш тĕнче пуррине ĕненмеççĕ. Турă çак чире шала ятăр та суя тĕнпе пурăнакансене мĕн ыйтнине парса ултав çулĕпе утма ан чартăр. Суйнăшăн, чăнлăхран сивĕннĕшĕн вĕсене çак пурнăçра та, леш тĕнчере те асап кĕтет. 11. Чăн тĕнпе пурăнакансем: “Чыслă пулăр! Халăхра тасамарлăх сарса çылăха ан кĕрĕр!” – тесен те суя тĕнпе пурăнакансем т ÿрĕ çул çине тухма шутламĕç. “Мĕн калаçатăр эсир? Мĕншĕн айăплатăр пире? Эпир пĕр усал та туман, çынсене те пĕр-пĕрне юратма та хисеплеме, пĕр-пĕринпе туслă пулма чĕнсе калатпăр”, – теççĕ вĕсем. 12. Анчах та çак çынсем хăйсем мĕн тунине пĕлмесĕрех çав тери таса мар та чыссăр пурнăçпа пурăннине пĕлсе тăр, çавăнпа та вĕсен пĕр сăмахне те ан ĕнен. 13. “Ытти çын Турра ĕненнĕ евĕр эсир те Турра ĕненĕр!” – теççĕ вĕсене. Çапах та вĕсем хăй йăнăшне курас темеççĕ: “Çак çынсем евĕр ĕненме хушатăр-и? Çак ăсран тайăлнă çынсен тĕнĕпе пурăнма хушатăр-и?” Вĕсем хăйсем ăс-тăн тĕлĕшĕнчен хавшанине, анчах та çакна туйманнине пĕлсе тăр. 14. Турра чун-чĕререн ĕненнĕ çынсене тĕл пулсан вĕсем: “Эпир те тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненетпĕр!” теççĕ. Анчах та хăйсем тĕллĕн юлсан шуйттан евĕр чыссăр тус-тантăшне: “Эпир сирĕнтен сивĕнмен. Пачах та ан кулянăр. Эпир Турра ĕненекенсенчен кулатпăр кăна!” – тесе калаççĕ. 15. Анчах та Турă çак çынсене Турра ĕненекенсенчен кулса пурăнма памĕ. Вăл Хăй суя тĕнпе пурăнакансенчен кулĕ, çылăх çулĕпе суккăррăн уттарĕ, вĕсен чунĕсене кăшлакан выçлăха вăй парĕ. 16. Çав çынсем чăнлăх сутса ултав туяннă, чăн тĕне суя тĕнпе улăштарнă. Анчах та çак суту-илÿ пĕр усă та к ÿмен, çавăнпа та вĕсем т ÿрĕ çулпа утакансен йышăнче пулас çук. 17. Вĕсем çĕрле кăвайт чĕртсе ун тавра пухăннă çынсем евĕр. Анчах та çулăм тавралăха çутатсанах Турă кăвайта сÿнтерсе вĕсене сĕм тĕттĕме хăварнă. Çак çынсем тек нимĕн те кураяс çук. 18. Вĕсем хăлхасăр. Вĕсем чĕлхесĕр. Вĕсем суккăр. Чăнлăх çулĕ çине вĕсем нихăçан та таврăнас çук. 19. Суя тĕнпе пурăнакансем çумăр айне лекнĕ çын евĕр. Çумăр пĕлĕчĕ тавралăха тĕксĕмпе хупăрласа аслати-ç иçĕм илсе килет. Вĕсем, чĕререн хăранипе, аслати кĕмсĕртетнине илтес мар тесе хăлхине п ÿрнипе хуплаççĕ. Анчах та суя тĕнпе пурăнакансем Турă хăватĕнчен нихăçан та пытанаяс çук. 20. Вĕсем ç иçĕм ç иçнĕ чухне çеç утаççĕ, сĕм тĕттĕмре вара пĕр утăм тума та хăраççĕ, ăçта каймаллине пĕлмесĕр тăраççĕ. Кăмăлĕ пулсан Турă вĕсене хăлхасăр та суккăр тăвĕччĕ. Турă хăвачĕ чикĕсĕр! Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри хăватлă! 21. Адам ывăлĕ-хĕрĕ! Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине кăна ĕненĕр, пĕр Ăна кăна пуç çапса пурăнăр. Вăл сире те, унччен пурăннă çынсене те пурнăç парнеленĕ. Тен, эсир те тÿрĕ çул çинче пулатăр. 22. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине кăна ĕненĕр, пĕр Ăна кăна пуç çапса пурăнăр. Вăл çĕр чăмăрне сире пурăнма пултарнă, сире т ÿпепе хупăрланă. Турă т ÿперен çумăр антарса сире тăранса пурăнмалăх тĕрлĕ пахча-çимĕç, улма-çырла çитĕнтерет. Çавăнпа та никама та Турăпа ан танлаштарăр, никама та Ун шайне ан çĕклĕр! Вăл пĕртен-пĕр Турă пулнине пĕлсе тăрăр! Суя тĕнпе пурăнасран сыхланăр! Ан улталанăр! 23. Енчен те эсир Мухаммад урлă çитернĕ Сăмах чăнлăх пулнине шанмастăр пулсан, Сăваплă Коран пайĕ евĕр таса та илемлĕ, ун шайне çитекен пĕр хайлав та пулин шухăшласа тупăр! Чăннине калатăр пулсан, çакна çирĕплетме çынсене чĕнсе илĕр. 24. Анчах та эсир нихăçан та Сăваплă Коран пайĕпе тан пĕр сăвă-калав та хайлаяс çук! Çавăнпа та Турă умĕнче çылăха кĕме тата тамăк вутĕнчен хăраса тăрăр! Унта çын та, чул та çунать. Суя тĕнпе пурăнакансене çак асап кĕтет! Эпир пĕлтерни – чăнлăх! Эпир шантарни – чăнлăх! 25. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине тата Мухаммад Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен пулнине ĕненсе ырă ĕçсем тăвакан çынсене ырă хыпар каласа савăнтар! Вĕсене юхан шывпа, çăл куçпа пуян çăтмах пахчисем кĕтеççĕ. Çăтмахра ÿсекен çимĕçсене вĕсем çĕр çинче те курнă, тутаннă тейĕç. Анчах та çак çимĕçсемпе нимĕн те танлашаймĕ. Çăтмах пахчисенче унта кĕме тивĕç çынсене çылăха кĕмен мăшăрсем кĕтсе илĕç. Чăн тĕнпе пурăнакансем çăтмаха яланлăхах кĕрĕç. 26. Çÿлти Турă çынсене тĕрĕс пурăнма вĕрентес, ырăпа усала уйăрас тесе вăрăм туна е унран пĕчĕкрех хурт-кăпшанкă çинчен те каласа пама именмест. Турра ĕненекенсем Турă пĕлтернĕ Сăмах чăнлăх пулнине пĕлеççĕ. Суя тĕнпе пурăнакансем ăна-кăна чухламасăр: “Турă пире çак халаппа мĕн пĕлтересшĕн? Мĕн вĕрентет-ши Вăл пире?” – тесе ыйтаççĕ. Турă аваллăхра мĕн пулса иртни çинчен каласа, халапсем пĕлтерсе пĕрне ултав çулĕ çине пăрса ярать, теприне т ÿрĕ çулпа ертсе пырать. Анчах та Вăл чыссăр, çылăха путнă çынсене кăна чăнлăхран пăрса ярать. Мĕншĕн тесен вĕсем Турра панă сăмаха тытмаççĕ те суя турăсене ĕненеççĕ, Турă пĕрлештерме хушнине уйăраççĕ, халăхра тасамарлăх сараççĕ. Çакăншăн вĕсем пур-пĕрех çукка юлĕç. 27. Сăмаха тытманнисене, Турă тума хушнинчен пăрăнса утнисене, усал тăвакансене Вăл суя çул çине кăларать. Çак чунсем çукка юлĕç. 28. Турра ĕненмесĕр пурăнма епле хăятăр эсир? Вăл сире пурнăç панă, Вăлах вилĕм ярĕ те унтан чун кĕртсе явап тытмалли кун Хăй умне пуçтарĕ. 29. Вăл çĕр çинче мĕн пуррине сирĕншĕн тунă та çичĕ т ÿпе пултарнă. Турăран никам та, нимĕн те пытанаяс çук. Вăл пĕтĕмпех те пĕлсе, пĕтĕмпех те курса тăрать. 30. Çÿлти Турă пирĕштисене: “Эпĕ этеме çĕр çине пурăнма ярăп. Вăл унпа хуçа пулса пурăнĕ!” – тенине аса ил. “Турăçăм! Çынсем усал туса çылăха кĕрĕç, пĕр-пĕринпе хирĕçсе юн тăкĕç. Мĕншĕн Эсĕ этеме çĕр хуçи тăватăн-ха? Эпир пĕр Сана кăна ĕненетпĕр, пĕр Сан умăнта кăна пуçăмăра таятпăр”, – хуравланă лешсем. “Эпĕ мĕн пĕлнине эсир нихăçан та пĕлеес çук!” – тенĕ вĕсене тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри. 31. Турă Адама тĕрлĕ япала ятне вĕрентнĕ, унтан çав япаласене пирĕштисен умне кăларнă та çапла хушнă: “Пирĕштисем! Енчен те тĕрĕссине калатăр пулсан, çак япаласен ячĕсене палăртăр!” 32. “Мĕн пур мухтав пĕр тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине кăна! Каçарсам пире, Турăçăм! Эпир Эсĕ пире мĕн вĕрентнине кăна пĕлетпĕр, çавăнпа та Сан ыйтăву çине хуравлаймастпăр. Çак япаласен ячĕсене Эсĕ пире вĕрентмен, – тенĕ пирĕштисем. – Турăçăм! Эсĕ аслă, мухтавлă! Сана çитекенни никам та çук! Эсĕ пурне те пĕлетĕн!” 33. Турă çапла каланă: “Адам! Çак япаласен ячĕсене каласа тух!” Адам Турă хушнине пурнăçласан, тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри çапла пĕлтернĕ: “Пирĕштисем! Эпĕ т ÿпери тата çĕр çинчи мĕн пур вăрттăнлăха пĕлетĕп темерĕм-и? Эсир пурте курмалла мĕн туни те, ыттисенчен мĕн пытарса усрани те йăлтах Ман умра. Манран никам та нимĕн те пытараяс çук – Эпĕ пĕтĕмпех куратăп!” 34. Эпир пирĕштисене Адам умĕнче чĕркуçленсе пуçĕсене тайма хушрăмăр. Вĕсем пурте этем умĕнче чĕркуçленсе тăчĕç, пуçĕсене тайрĕç. Анчах Иблис ятлă этем куçне курăнман чун хăйне мăнна хунипе çын умĕнче чĕркуçленме килĕшмерĕ. Вăл Турă хушнине пурнăçламарĕ, çавăнпа та пысăк çылăха кĕрсе Турра ĕненмен чунсенчен пĕри пулса тăчĕ. 35. “Адам! Мăшăрупа çăтмах пахчине пурăнма вырнаç та мĕн çиес килнине ç и. Анчах та çак йывăç патне ан çывхар, унăн çимĕçне ан тутан. Ман умра çылăха кĕме хăраса тăр. Манăн Сăмахран иртсен чăнлăх çулĕнчен пăрăнатăн та чыссăрисен шутне кĕретĕн!” – тенĕ Çÿлти Турă. 36. Анчах та шуйттан Адампа унăн мăшăрне илĕртсе çав йывăç çимĕçĕсене тутанса пăхма хистенĕ, çынсене çăтмах киленĕвĕсĕр хăварнă. Çакăншăн Эпир çынсене çапла хушрăмăр: «Çăтмахран халех тухса кайăр! Сирĕн хушшăрта яланах харкашу та курайманлăх пултăр! Малашне эсир пĕр-пĕриншĕн чĕр тăшман вырăнĕнчех пулатăр! Сирĕн кил çĕр чăмăрĕ пулĕ, палăртнă вăхăт çитиччен вăл сире тăрантарĕ». 37. Адам хăй йăнăшне ăнланса илнĕ, çавăнпа та çылăха кĕнĕшĕн чĕререн ÿкĕнсе Турăран каçару ыйтнă. Çÿлти Турă ăна каçарнă. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Унăн халалĕпе пурăнакана хĕрхенсе каçарать. 38. Унтан Эпир пурне те çăтмахран тухма хушрăмăр та çапла пĕлтертĕмĕр: “Адам ывăлĕсем! Эпир сире тÿрĕ çул çине тăма хушса каланине итлĕр! Пирĕн Сăмахпа пурăнакан çын нимĕнрен те ан хăратăр! Вăл хуйхă-суйхă мĕнне курмĕ, ăна никам та к ÿрентермĕ. 39. Мана ĕненмен, Ман Сăмахăма йышăнман чун яланлăха тамăка кĕрĕ, вутра çунса асапланĕ!” 40. Израиль ывăлĕсем! Эпĕ сире тата несĕлĕрсене кÿнĕ ырлăх çинчен нихăçан та ан манăр! Мана панă сăмаха çирĕп тытăр, Эпĕ те сире панă Сăмаха çирĕп тытăп! Пĕр Мана кăна ĕненĕр, Ман умра çылăха кĕме хăраса тăрăр! 41. Сирĕн кĕнекĕрте мĕн çырнине çирĕплетекен Коран чăннипех те Турă Сăмахĕ пулнине ĕненĕр, унран пуринчен малтан пăрăнса утма ан васкăр! Ман Сăмахăма çав тери й ÿнĕ хакпа сутса ан улталанăр, Ман умра çылăха кĕме хăраса тăрăр! 42. Чăнлăхпа суяна ан пăтраштарăр, чăнлăха пĕлсен ăна ан пытарăр! 43. Çÿлти Турă хушнине пурнăçласа кĕлĕ вулăр, нуша куракансене, чухăнсене пурлăхăн пĕр пайне парса пулăшăр, Турра мухтаса пуç çапакансемпе пĕрле пуç çапăр! 44. Эсир хăвăр ĕçĕрсене манса çынсене ырă тума чĕнсе калатăр-и? Сирĕн Çÿлти Турă панă кĕнекене вулама май пур, çавăнпа та сăмахăрсемпе ĕçĕрсем пĕр килмеллине пĕлетĕр! Мĕншĕн эсир çакăн çинчен нихăçан та шутламастăр? 45. Чăтăмлăх тата Турра кĕлĕ туни сире пурнăçра яланах пулăшса пырĕç. Кĕлĕ йĕркине тивĕçлипе пурнăçласси йывăр пулин те вăл чăтăмлă та Турă Сăмахне чуна хывнă çыншăн çăмăл. 46. Çав этем палăртнă вăхăт çитсен хăй Турă патне таврăнасса, явап кунĕнче Ун умне пырса тăрасса пĕлет. 47. Израиль ывăлĕсем! Эпĕ сире тата несĕлĕрсене кÿнĕ ырлăх çинчен, сире ытти çынсем хушшинче суйласа çÿллĕ шая çĕкленине ан манăр! 48. Явап кунĕнчен хăраса тăрăр! Çав кун пĕр çын та теприншĕн явап тытмĕ, пĕрне те теприн хутне кĕме памĕç, пĕр çын та çылăхĕсене тÿлесе татаймĕ. Çав кун çылăха кĕнĕ чуна никам та пулăшас темĕ. 49. Израиль ывăлĕсем! Эпир сире Фараон çыннисенчен хăтарнине аса илĕр. Хăй вăхăтĕнче вĕсем сирĕнтен çав тери кулнă, ывăлăрсене вĕлернĕ, хĕрарăмăрсене чĕрĕ хăварса асаплантарнă. Çак йывăрлăх чăннипех те Турă сире тĕрĕслени пулнă. 50. Эпир сире утса иртме тинĕс шывне сирнине, унтан Фараон çарне шывра путарнине аса илĕр. Эсир çакна хăвăр куçăрпа хăвăр курнă. 51. Израиль ывăлĕсем! Эпир Моисее сирĕнтен уйăрса Хамăр пата хĕрĕх кунлăха чĕнсе илнине аса илĕр. Эсир вара Турă çынни кайнă-кайманах чăн Турра манса, мĕн пур намăса çухатса ылтăн пăру кĕлеткине пуç çапма пуçланă. 52. Анчах та Эпир сире çак пысăк çылăха та каçарнă, Пире тав тума пĕлессе шанса сире тÿрĕ çул çине кăларнă. 53. Израиль ывăлĕсем! Эсир тÿрĕ çулпа утасса шанса Эпир Моисее кĕнеке панине, ăна чăнлăхпа суяна уйăрма вĕрентнине аса илĕр! 54. Израиль ывăлĕсем! Моисей хăй сире: “Халăхăм! Ылтăн пăру кĕлеткине пуç çапса çылăха кĕтĕн эсĕ, çак киревсĕр ĕçпе хăвна хăв сиен кÿтĕн. Усал тунăшан ÿкĕнсе Турăран каçару ыйт та, чăн Турра манса суя турра пуç çапакансене вĕлер. Ку саншăн çав тери лайăх пулнă пулĕччĕ. Турă эсĕ Унăн Сăмахне итленине курĕ те каçарĕ. Вăл чăнах та чăн тĕнпе пурăнакансене хĕрхенет, каçарать!” – тенине асра тытăр. 55. “Моисей! Турра хамăр куçсемпе хамăр курмасăр сан пĕр сăмахна та ĕненес çук эпир!” – тенине аса илĕр. Çакăн хыççăн тавралăха çав тери вăйлă аслатипе çиçĕм кисретнĕ. Эсир çак инкек çине пăхса тăнă вăхăтра пурте самантрах вилсе выртнă. 56. Унтан Эпир сире, тăн çухатнăскерсене, Пире тав тума, çылăхăрсемшĕн каçару ыйттарма чун кĕртрĕмĕр. 57. Кайран сире шăрăхран хăтарас тесе тÿпене пĕлĕтпе хупларăмăр, тăранса пурăнма сăваплă апат парса: «Эпир сире панине çийĕр, Эпир сире панипе усă курăр!» – терĕмĕр. Çапах та Израиль ывăлĕсем Пире итлемерĕç. Анчах та кунпа Пире мар, хăйсене хăйсем кÿрентерчĕç. 58. Израиль ывăлĕсем! Эпир сире: “Çак хулана кĕрĕр те, хăвăр мĕн тата ăçта çиес килнине çисе савăнăр. Хулана пуçăрсене тайса кĕрĕр, Турра çылăхăрсене каçарма ыйтса кĕлĕ тăвăр. Эпир çылăхăрсене каçарăпăр, ырă тăвакансене шантарнă парне виçине ÿстерĕпĕр!” – тесе каланине аса илĕр. 59. Анчах та намăса çухатнă çынсем хулана кĕнĕ чухне Турă Сăмахне хăйсене килĕшекен сăмахпа улăштарнă. Çакăншăн Эпир вĕсем çине тÿперен хăрушă инкек антарнă. 60. Моисей хăй халăхĕ валли Турăран шыв ыйтса кĕлĕ тунине аса илĕр. Эпир ăна туйипе сăрта çапма хушрăмăр. Вăл Турă хушнине пурнăçланă та, çав самантрах сăртран вун икĕ çăл куç тапса тухнă, кашни йăх ăçтан шыв ĕçмеллине пĕлнĕ. “Турă мĕн панине ĕçĕр те çийĕр, усал туса çылăха кĕресрен упранăр, чыслă пулăр!”– тенĕ Эпир. 61. Израиль ывăлĕсем! Хăвăр: “Моисей! Вĕçĕмсĕр пĕр апат çиме çав тери йывăр. Турра кĕлĕ туса пире хăяр, ыхра, ясмăк тата сухан пама ыйтсам”, – тесе тархасланине аса илĕр. Моисей сирĕн сăмахăра илтсен çав тери тĕлĕннĕ. “Эсир калама çук лайăх апат-çимĕçе начаррипе улăштарасшăн-и? Апла пулсан, пĕр-пĕр хулана кайăр та унта хăвăра мĕн кирлине тупăр!” – тенĕ вăл. Турă Сăмахне йышăнманшăн, Турă çыннисене курайманнипе вĕлернĕшĕн Израиль ывăлĕсем намăс айне пулса халăхсен кулли пулнă, Турă Сăмахĕнчен иртнĕшĕн, Вăл хушнă пек пурăнманшăн нумай инкек курнă. 62. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине тата явап кунне ĕненнĕ, çылăхран упранса ырă тăвакан чăн Турра пăхăнса пурăнакан çынсен, иудейсен, христиансемпе сабейсен нимрен те хăрамалла мар. Вĕсене Çÿлти Турăран çав тери пысăк ырлăх кĕтет. Вĕсене никам та кÿрентермĕ. 63. Иудейсем! Эпир Синай тăвне сирĕн çийĕн хăпартнине, кĕнекере мĕн çырнине çирĕп тытса пыма сирĕнтен сăмах илнине ан манăр, хăвăр сăмах панине яланах асра тытăр. Тен, ун чухне эсир çылăха кĕрсе вараланмастăр, таса чун-чĕреллĕ пулатăр. 64. Анчах та эсир сăмахăра тытман! Çавăнпа енчен те Турă сире хĕрхенмен, сире ырă сунман пулсан, хĕн-хур айне лекнĕ пулăттăр. 65. Шăмат кун сирĕн пĕр ĕç те тума юраман. Анчах та хăшĕ-пĕри пур-пĕрех çав кун пулă тытма кайнă. Эсир çав çынсене, паллах, пурне те пĕлнĕ. Турă хушнине итлеменшĕн Эпир вĕсен сăнне улăштарса упăте евĕр илемсĕр тунă. 66. Турă Сăмахĕпе пурăнман çынсене епле шăпа кĕтни сирĕнпе пĕр вăхăтра пурăнакансемшĕн те, пулас ăрусемшĕн те тĕслĕх вырăнĕнче пултăр, Турă умĕнче çылăха кĕме хăракансене чăнлăх пĕлтерсе тăтăр! 67. Пĕррехинче Израиль халăхĕн пĕр çыннине вĕлернĕ пулнă. Анчах та кам вĕлернине никам та пĕлмен. Моисей тăван халăхне: “Халăхăм! Турă сире ĕне пусма хушать!” – тенĕ. Çынсем ăна ĕненмен, шÿтлет тесе шутланă: “Эсĕ пирĕнтен кулатăн пуль?!” – тесе каланă. “Сирĕнтен кулса çылăха кĕресрен Турăра çăлăнăç шыратăп, пĕр Ăна шанатăп, пĕр Унран пулăшу ыйтатăп!” – тенĕ Моисей. 68. “Пирĕн пĕр ĕне кăна мар. Çавăнпа та Туррунтан хăш ĕнине пусмаллине ăнлантарса пама ыйт”, – тенĕ халăх. “Çав ĕне ватă та мар, çамрăк та мар. Вăл вăтам ĕне тет Турă. Ытла нумай калаçса та тĕпчесе ан тăрăр, Турă хушнине пурнăçлама васкăр!” – тенĕ Моисей. 69. “Анчах пирĕн ун пек ĕне те сахал мар. Туррунтан çав ĕне мĕн тĕслĕ пулнине ыйтса пĕл”, – тенĕ халăх. “Çав ĕне çутă сарă тĕслĕ, тĕсĕ пăхма илемлĕ тет Турă”, – тесе пĕлтернĕ Моисей. 70. “Анчах та пирĕншĕн мĕн пур ĕне те пĕр пек туйăнать. Туррунтан хăш ĕнине тытса пусмаллине тĕпчесе пĕл. Вара, Турри парсан, эпир ăна тупăпăр та Турă хушнине çав самантрах пурнăçлăпăр”, – тенĕ халăх. 71. “Çав ĕнене эсир пĕрре те суха тума кÿлмен, эсир унпа уй-хир, пахча шăварас ĕçре те усă курман. Çав ĕнен пĕр кăлтăк та çук, эсир ăна паллă туман”, – тенĕ Моисей. “Халь эсĕ чăнах та чăннине калатăн пулмалла”, – тин килĕшнĕ халăх Турă Сăмахне пĕлтерекен çынпа. Вĕсем çав ĕнене шыраса тупнă та Турă хушнине пурнăçланă. Анчах та ытлашши калаçса, ытлашши тĕпчесе тăрса вĕсем Турă хушнине пурнăçлас мар патнех çитнĕ пулнă. 72. Пĕррехинче сирĕн халăхри пĕр çынна вĕлернĕ пулнă. Анчах та кам вĕлернине эсир пĕлмен, çакăн пирки пĕр-пĕринпе чылайччен тавлашнă. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри вара эсир мĕн пытарнине, чунăрта мĕн упранине йăлтах пĕлет, çиеле кăларать. 73. Вĕлерекенĕ кам пулнине палăртма Эпир сире пуснă ĕнен пĕр пайне илсе вилнĕ çынна çапса илме хушрăмăр. Эсир Турă хушнине пурнăçланă та, вилнĕ çын çав самантрах чĕрĕлсе тăнă. Çапла тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри вилнисене чун кĕртет те чăнлăха уçса паракан пулăмсем кăтартать. Тен, эсир çакна ăнланатăр та çылăха кĕме пăрахса тÿрĕ çул çине тăратăр. 74. Анчах çакăн хыççăн та сирĕн чĕрĕрсем çемçелмерĕç, чул евĕр хытса ларчĕç, чулран та хытă та çирĕп пулчĕç. Çапах та хăш-пĕр чул айĕнчен çăл-куç тапса тăрать, хăш-пĕр чул катăлать те, çав чулран шыв тапса тăракан пулать. Турă хăватĕнчен хăранипе, Турра чунтан пăхăннипе сăрт-ту тăрринчен кусса анакан чул та пур. Тĕнчесен Турри чăнах та эсир мĕн тунине, мĕнле пурнăçпа пурăннине пĕлсе тăрать. 75. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненекенсем! Иудейсем сирĕн сăмахăра ĕненессе шанатăр-и? Вĕсенчен хăшĕ-пĕри Çÿлти Турă Сăмахне илтнĕ, ăнланнă, анчах та ăна юриех хăйне кирлĕ пек улăштарса çырнă. 76. Чăн тĕне йышăнса тÿрĕ çул çине тăтăмăр тесе суйса калакан иудейсем чăн тĕнпе пурăнакансене тĕл пулсан: “Эпир те тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине, Мухаммад чăнах та Унăн Сăмахне пĕлтерекен пулнине ĕнентĕмĕр!” – теççĕ. Анчах та вĕсем хăйсем тĕллĕн юлсан пĕр-пĕрне: “Мĕншĕн Турă сире кĕнекере мĕн пĕлтернине Турра пăхăнса пурăнакансене каласа паратăр? Вĕсем çакăнпа усă курса сире хирĕç тăччăр, сирĕн тĕне сивлеччĕр тетĕр-и? Мĕншĕн çакна ниепле те ăнланмастăр?” – тесе вăрçаççĕ. 77. Анчах та çапла калакансем Турă вĕсен мĕн пур вăрттăнлăхне, вĕсем пурте курмалла мĕн тунине, мĕн çинчен шутланине пĕтĕмпех курнине пĕлмеççĕ-ши? 78. Иудейсем хушшинче вулама-çырма, Турă Израиль ывăлĕсене кĕнекере мĕн уçса панине пĕлмен çынсем те пур. Çавăнпа та вĕсем чăнлăха йăнăш, хăйсене кирлĕ пек, тĕн çыннисем суйса вĕрентнĕ пек ăнланаççĕ. Анчах та вĕсем мĕн ăнланни, мĕн шутлани чăнлăхпа т ÿр килмест. Ку – вĕсен ĕмĕчĕсем кăна. 79. Турă Сăмахне пăсса çыракан çынна хăрушă асап кĕтет. Вăл Турă Сăмахне хăйне кирлĕ пек çавăрса хурать те: “Ку Турă Сăмахĕ!” – тесе пĕлтерет. Çав çынна Турă кĕнекине улăштарса çырнăшăн, Турă Сăмахне пăсса тупăш илес тенĕшĕн асап кĕтет! 80. “Тамăк вучĕ пире ĕмĕрне те çунтарса асап кÿрес çук! Ĕмĕрне те эпир тамăка лекес çук. Лексен те, çак асап темиçе куна кăна тăсăлĕ”, – теççĕ вĕсем. “Турă Хăй сире çакна шантарнă е эсир Турă каламаннине суйса калатăр? Турă Хăй Сăмахне яланах тытать! Çакна нихăçан та ан манăр!” – тесе хуравла. 81. Усал туса çылăха кĕрекенсем ĕмĕр-ĕмĕрĕпе тамăкра çунса асапланĕç. 82. Турра ĕненсе ырă ĕç тăвакансем ĕмĕрех çăтмахра киленĕç. 83. Израиль ывăлĕсем Пире тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине кăна ĕненсе пуç çапма, ашшĕ-амăшне сума суса тăванĕсене, тăлăхсемпе чухăнсене яланах пулăшса пыма, вĕсене ырă тума сăмах панине аса илĕр. Çавăн пекех вĕсем çынсемпе яланах ырă кăмăллă пулма, Турра мухтаса кĕлĕ тума, пурлăхăн пĕр пайне нуша куракансене, чухăнсене парса пулăшма та сăмах панă пулнă. Анчах та мĕн пулса тухнă-ха? Вĕсенчен нумайăшĕ çак сăмаха тытман, хăйсем мĕн шантарнине йăлтах маннă. Израиль ывăлĕсем чăннипех те хăй сăмахне тытмаççĕ, намăса пĕлмесĕр Турра хирĕç кайма хăтланаççĕ. 84. Эсир пĕр-пĕрне вĕлерместпĕр, пĕр-пĕрин юнне тăкмастпăр, пĕр-пĕрне хĕсĕрлесе килсенчен хăваласа ямастпăр тесе сăмах панине аса илĕр. Çак килĕшĕве эсир пурте йышăннă пулнă. 85. Анчах çак сăмаха та тытма пултарайман эсир. Пĕр-пĕрне курайманнипе арабсемпе килĕшÿ туса ентешĕрсене вĕлерме, вĕсене килĕнчен хăваласа яма тытăннă. Çапла туни çав тери пысăк çылăх пулни те чарман сире. Турă сире пĕлтернĕ кĕнекере ентешĕрсене вĕлерме, килĕнчен хăваласа яма чарать пулин те, эсир ытти иудейсене тыткăна илетĕр те укçан т ÿлесен кăна ирĕке яратăр. Эсир Турă Сăмахĕн пĕр пайне йышăнса теприне пăрахăçлас тетĕр-и? Çапла тăвакан намăс курса çын кулли пулĕ, явап кунĕ çитсен калама çук вăйлă асапланĕ. Турă эсир мĕн туса пурăннине пĕтĕмпех пĕлет. Çакна нихăçан та ан манăр! 86. Çак çынсем леш тĕнчери пурнăçа сутса ку тĕнчене суйланă. Çавăнпа та вĕсен тамăкри асапне никам та çăмăллатмĕ, вĕсене никам та пулăшмĕ. 87. Эпир Моисее Израиль халăхне т ÿрĕ çул çине кăларма Тора ятлă кĕнеке патăмăр. Ытти халăхсем патне те Эпир чăн тĕне йышăнма, тĕрĕс çул çине тăма чĕнсе калакансене ятăмăр. Мария ывăлне Иисуса Эпир Хамăр Сăмаха пĕлтерсе Евангели ятлă кĕнеке патăмăр, Гавриил пирĕштие Иисуса пулăшса пыма хушрăмăр. Адам ывăлĕсем! Турă çыннисем сирĕн пата килсен, сире килĕшмен япаласем каласан, эсир вĕсене суеçĕ тесе айăпланă е вĕлернĕ пулнă. Хăвăра çав тери мăнна хуни пĕтернĕ сире! 88. Эсир: “Пирĕн чĕресем Турă çыннисем мĕн каланине йышăнма пултараймаççĕ. Пирĕн чĕресене темĕн хупăрласа илнĕ тейĕн, çавăнпа та вĕсем ислам тĕнне йышăнма чĕнсе каланине ăнланмаççĕ”, – тесе çăлăнăç шыратăр. Анчах та ку тĕрĕс мар. Турра ĕненменшĕн Çÿлти Турă сире ылханнă, çавăнпа та сирĕн тĕн ниме те тăмасть. 89. Турă иудейсен кĕнекисен чăнлăхне çирĕплетекен Корана пĕлтерсен, Израиль ывăлĕсем ăна йышăнман. Çав вăхăтрах вĕсем Коран аячĕсем Турă Сăмахĕ, чăнлăх пуласса тахçанах пĕлнĕ, Турăран суя тĕнпе пурăнакансене çĕнтерме пулăшу ыйтса тархасланă. Çÿлти Турă пĕртен-пĕр Турă, Мухаммад Унăн Сăмахне пĕлтерекен пулнине ĕненмен çын нихăçан та телейлĕ пулас çук. Турă çак çынсене ылханнине пĕлĕр! 90. Çÿлти Турă пĕлтернĕ кĕнекене йышăнманнипе вĕсем хăйсен чунĕсене çав тери й ÿнĕ хакпа сутнă. Çав çынсем хăйсене мăнна хунипе Турă Хăй ырлăхне кама парас тет, çавна пама пултарнине, Хăй Сăмахне кама пĕлтерес тет, çавна пĕлтернине ниепле те ăнланайман. Çакăншăн Турă вĕсене тарăхнă. Суя турăсене ĕненсе пуç çапакан çынсем чăнах та намăс курса асапланĕç. 91. Иудейсене Турă пĕлтернĕ кĕнеке чăнлăх пулнине ĕненме чĕнсе каланин усси пулас çук. “Эпир Турă пире унччен пĕлтернĕ кĕнекене ĕненетпĕр”, – теççĕ вĕсем. Анчах та çак сăмахсем Торăра мĕн çырнине хирĕçлеççĕ. Мĕншĕн тесен Коран чăнах та Турă Сăмахĕ пулнине Тора та çирĕплетет. Израиль ывăлĕсенчен мĕншĕн вĕсем Турра ĕненсе пурăнсан та Турă çыннисене вĕлернине ыйтса пĕл. 92. Çÿлти Турă пĕртен-пĕр Турă пулнине Моисей сире тĕрлĕ пулăмсемпе çирĕплетсе панă. Анчах та вăл кайсанах эсир намăса çухатса пăру кĕлеткине ĕненсе пуç çапма тытăннă. 93. Сирĕн çийĕн Синай тăвне хăпартса сирĕнтен Эпир пĕлтернĕ кĕнекене çирĕп тытса пыма, Эпир мĕн хушнине итлеме сăмах илнине ан манăр. “Эпир Эсĕ пире мĕн пĕлтернине, мĕн хушнине пĕтĕмпех илтрĕмĕр, анчах та Сана пăхăнмăпăр”, – терĕр эсир. Суя тĕнпе пурăнса Израиль халăхĕ пăру кĕлеткине чĕререн юратнă. Вĕсене: “Енчен те эсир чăнах та Турра ĕненес тетĕр пулсан, çакна пĕлĕр: сирĕн тĕн йăнăш, вăл мĕнле пурăнма хушни – тасамарлăх!” – тесе пĕлтер. 94. “Енчен те эсир тĕрĕссине калатăр пулсан, Турă çăтмаха чăнах та такама валли мар, сире валли тунă пулсан, Турăран вилĕм ыйтса кĕлĕ тăвăр!” – тесе кала вĕсене. 95. Анчах та вĕсем хăйсен йăнăшĕсемпе çылăхĕсене питĕ лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа та Туррăран нихăçан та вилĕм ыйтса кĕлĕ тумĕç. Çÿлти Турă суя тĕн çыннисем мĕн ĕçлесе пурăннине пĕтĕмпех пĕлет. 96. Иудейсем çĕр çинчи пурнăçшăн çуннине эсĕ хăв та курăн. Çак ĕçре вĕсем нумай турăлăх тĕнĕпе пурăнакансенчен те ирттереççĕ. Вĕсенчен кашниех пин çул пурăнас тейĕччĕ. Çапах та çĕр çинче тем пек нумай пурăнсан та Турă яракан асапран пытанаймĕç вĕсем. Мĕншĕн тесен Çÿлти Турă вĕсем мĕн туса пурăннине питĕ лайăх курать. 97. Хăш-пĕр иудей Гавриил пирĕштине юратманран сана хирĕçлет, Коран Турă Сăмахĕ пулнине йышăнмасть. Вĕсене çакна пĕлтер: “Гавриила курайман çынсем! Çак пирĕшти Турă ирĕк панипе Коран аячĕсене ман чĕрене илсе çитернĕ. Коран аячĕсем унчченхи кĕнекесен чăнлăхне çирĕплетеççĕ, Турра ĕненекенсене тĕрĕс çул кăтартса ырă хыпар пĕлтереççĕ. 98. Çÿлти Турра тата Унăн пирĕштийĕсене, Унăн Сăмахне пĕлтерекен çынсене, Гавриила, Михаила тăшман тесе шутлакан этем çакна пĕлтĕр: Турă чăнах та суя тĕнпе пурăнакан çынсемшĕн тăшман евĕр!” 99. Мухаммад! Эпир сана пĕлтернĕ Сăмах чăнлăх. Çавăнпа та çак Сăмаха Турă умĕнче çылăха кĕме хăраман чыссăр çын кăна ĕненмест. 100. Хăш-пĕр иудей Турра панă сăмаха нихăçан та тытман. Анчах та ку кăна мар, вĕсенчен нумайăшĕ Турра пачах та ĕненмен. 101. Иудейсем Тора чăнлăхне çирĕплетме килнĕ Турă çыннисене итлемен, вĕсем илсе килнĕ Турă кĕнекине йышăнман. Çапах та Турă çыннисем мĕн калани чăннипех те Турă Сăмахĕ пулнине вĕсем питĕ лайăх пĕлнĕ, анчах та пĕлмен пек тунă.

  1. Вĕсем шуйттансем Соломон патшалăхĕ пирки мĕн вĕрентнине итленĕ, шуйттансем хыççăн утма шутланă. Анчах та çакна пĕлĕр: Соломон суя тĕнпе пурăнакан çын пулман. Вăл чăн тĕне çирĕп тытса пынă. Шуйттансем вара чăнах та суя тĕнпе пурăннă. Çавăнпа та вĕсем çынсене тухатлама тата Вавилонри Харутпа Марут пирĕштисем мĕн пĕлнине вĕрентнĕ. Анчах та çак пирĕштисем çынсене нихăçан та тухатлама, юмăç пăхма çапла каласа хăвармасăр вĕрентмен: “Эпир сире çылăха кĕме, ултав çулĕ çине тăма илĕртетпĕр. Эсир вара суя тĕнпе пурăнасран сыхланăр!” Çапах та çынсем вĕсем мĕн каланине итлемен, пирĕштисенчен упăшкипе арăмне мĕнле тухатласа уйăрмаллине, телейлĕ çемьене мĕнле салатмаллине вĕреннĕ. Анчах та Турă ирĕк памасăр вĕсем никама та сиен кÿме пултарайман. Вĕсем тухатласа çылăха кĕрекен çын леш тĕнчере нихăçан та телейлĕ пулаймасса пĕлнĕ пулин те усăсăр та сиенлĕ ăсталăха пур-пĕрех вĕреннĕ. Çав тери й ÿнĕ хакпа сутнă хăйсен чунĕсене çак чурасем! Енчен те вĕсем çакна пĕлнĕ пулсан!.. 103. Иудейсем Мухаммад Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен çын, Сăваплă Коран Çÿлти Сăмахĕ пулнине ĕненнĕ пулсан, Çÿлти Турă вĕсене çав тери чаплă парне панă пулĕччĕ. Çав парнепе çĕр çинчи пĕр ырлăх та танлашаяс çук. Енчен те вĕсем çакна пĕлнĕ пулсан!.. 104. Турра ĕненекенсем! Мухаммада Çÿлти Турă пĕлтернĕ Сăмаха ерипенрех вулама е мĕн те пулин ăнлантарса пама ыйтнă чухне “Çăлсам пире!” тесе ан калăр. Иудейсем çак сăмахпа усă курса Турă Сăмахне пĕлтерекен çынран кулаççĕ. Пĕр-пĕр ыйту парас е мĕн те пулин калас тенĕ чухне “Пăхсам пирĕн çине!” тейĕр те, Мухаммад сире мĕн каланине тимлĕн итлĕр. Турă Сăмахне пĕлтерекен çынран кулакансене хăрушă асап кĕтет. 105. Турра ĕненекенсем! Мухаммад Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен çын, Сăваплă Коран Çÿлти Турă Сăмахĕ пулнине ĕненмен халăх тата нумай турăлăх тĕнĕпе пурăнакансем сире ырă сунмаççĕ. Турă чăн тĕнпе пурăнакан çынсене Хăйĕн ырăлăхне пани вĕсене çав тери килĕшмест. Анчах та çакна ан манăр: Турă Хăй ырăлăхне кама парас тет, çавна парать. Мĕншĕн тесен Вăл к ÿрекен ырăлăх вĕçĕ-хĕррисĕр. 106. Эпир Сăваплă Коранри пĕр йĕркене те унран лайăхраххипе е унпа таннипе улăштармасăр пăрахăçламастпăр та мантармастпăр. Эсĕ Çÿлти Турă çав тери хăватлă пулнине пĕлместĕн-и? 107. Çынсем! Эсир Турă çÿ л т ÿпен тата çĕр чăмăрĕн пĕртен-пĕр хуçи пулнине пĕлместĕр-и? Çынсем! Çÿлти Турăсăр пуçне сире никам та х ÿтĕлемест, никам та пулăшмасть. 108. Израиль ывăлĕсем Моисейрен Турă мĕн сăнлă пулнине ыйтнă евĕр эсир те Мухаммадран пĕр-пĕр пулăм кăтартма ыйтатăр-и? Анчах та чăн тĕне пăрахăçласа суя тĕне йышăнакан е Турра ĕненме пăрахакан çын т ÿрĕ çул çинчен пăрăннине нихăçан та ан манăр! 109. Иудейсем чăнлăха пĕлеççĕ пулин те сире, ислам тĕнне йышăннă çынсене, тĕрĕс çул çинчен пăрса ярас теççĕ. Вĕсем сире ăмсанни пĕрре те вăрттăнлăх мар. Каçарăр вĕсене. Каçарăр та пăрăнса утăр. Палăртнă вăхăт çитсен Çÿлти Турă мĕн тумаллине сире Хăйех пĕлтерĕ. Вăл чăнах та пуриншĕн те хуçа. 110. Турă хушнине пурнăçласа кĕлĕ вулăр та пурлăхăн пĕр пайне чухăнсемпе нуша куракансене парса пулăшăр! Эсир тунă пĕр ырă ĕç те сая каяс çук. Çÿлти Турă эсир мĕн тунине, мĕн каланине пĕтĕмпех курать. Вăл ырăшăн ырăпа тавăрать. 111. Вĕсем: “Иудейсемпе христиансемсĕр пуçне çăтмаха никам та кĕреймĕ!” – теççĕ. Анчах та çак сăмахсем чăнлăхпа т ÿ р килмеççĕ. Ку – вĕсен нихăçан пурнăçланми ĕмĕчĕсем кăна. “Çак сăмахсене мĕнпе çирĕплетме пултаратăр эсир?” – тесе ыйт çак çынсенчен. 112. Турра чун-чĕререн ĕненсе ырă ĕçсем тăвакан çынна Турăран хаклăран та хаклă парне кĕтет. Унăн нимĕнрен те хăрамалла мар, ăна никам та к ÿрентермĕ. 113. Иудейсем: “Христиансем т ÿрĕ çулпа утмаççĕ!” – тесе калаççĕ. Христиансем вара: “Иудейсем тÿрĕ çулпа утмаççĕ!” – теççĕ. Иудейсем те, христиансем те хăйсен сăмахĕсене кĕнекере мĕн çырнипе çирĕплетме тăрăшаççĕ. Çÿлти Турă пĕлтернĕ кĕнекене вуласа курман халăхсем те пĕр-пĕрне çапла каласа айăплаççĕ. Чĕрĕлÿ кунĕ çитсен Турă вĕсене канăç паман мĕн пур ыйтăва татса парса кам тĕрĕс çулпа утнине пĕлтерĕ. 114. Турă çуртĕнче Çÿлти Турă ятне асăнма чаракан, Турă çуртне аркатма ĕмĕтленекен çынран çылăхлăраххи кам пултăр? Çак этем Турă çуртне кĕме хăраса тăтăр. Çак тĕнчере вăл намăс курса çын кулли пулĕ, леш тĕнчере ăна хăрушă асап кĕтет. 115. Хĕвел тухăç та, хĕвел анăç та Çÿлти Турă аллинче! Кĕлĕ вуланă чухне кирек хăш енне çаврăнса тăрсан та тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри енне çаврăнатăр. Çÿлти Турă Хăй Хăвачĕпе пĕтĕм çут тĕнчене ытамлать, Вăл ăçта мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех пĕлет. 116. Хăшĕ-пĕри: “Çÿлти Туррăн ывăлĕ пур!” – тет. Ку суя сăмах! Çÿлти Турă таса та çителĕклĕ! Т ÿпере тата çĕр çинче мĕн пурри пĕтĕмпех Ăна пăхăнса тăрать. Пур чун та Ун аллинче! 117. Вăл т ÿпепе çĕре пултарнă. Турă мĕн те пулин тума шут тытсан “Пул!” тесе калать те, Вăл палăртни çав самантрах пулса тăрать. 118. “Мĕншĕн Çÿлти Турă Хăй пирĕнпе калаçмасть, мĕншĕн чăнлăха уçса паракан пĕр-пĕр асамлă пулăм кăтартмасть?” – теççĕ чăнлăха пĕлмен çынсем. Çапла ыйтакансем ĕлĕк-авал та пулнă. Вĕсен чĕрисенче ĕненÿ çук, çавăнпа та вĕсем чăн тĕне тем тесен те йышăнасшăн мар. Анчах та Эпир Турра ĕненекенсене чăнлăх уçса панă та ĕнтĕ. 119. Мухаммад! Эпир сана этемлĕхе чăннине каласа ырă хыпар пĕлтерме, чăн тĕне вĕрентме ятăмăр. Турра ĕненмесĕр тамăк вутне кĕнĕ çынсемшĕн эсĕ яваплă мар. Çак шăпана вĕсем хăйсем суйланă. 120. Иудейсемпе христиансем сана вĕсен тĕнне йышăнма хистеççĕ. Эсĕ вĕсен вĕрентĕвне йышăнмасан, вĕсем нихăçан та санпа кăмăллă пулас çук. Мухаммад! Çапла кала: «Çÿлти Турă пилленĕ çул – тĕрĕс çул». Анчах та чăнлăха пĕлсе тăрсах вĕсене итлетĕн пулсан, вĕсем хыççăн каятăн пулсан, Çÿлти Турă сана тек нихăçан та пулăшмĕ, усалран упрамĕ! 121. Эпир пĕлтернĕ кĕнекене чун-чĕререн ĕненекенсем, ăна çирĕп тытса пыракансем Сăваплă Коран Турă Сăмахĕ пулнине те ĕненнĕ. Унран пăрăнса утакан çукка юлĕ, нимсĕр тăрса юлĕ, мĕн пуррине йăлтах çухатĕ. 122. Израиль халăхĕ! Эпĕ сире к ÿнĕ ырăлăх çинчен нихăçан та ан манăр! Эпĕ сире суйласа илсе ытти халăхсем хушшинче çÿллĕ шая хăпартрăм, сирĕн йышăртан нумай Турă çынни кăлартăм! 123. Явап кунĕ çитсен пĕр çын та теприншĕн явап тытаймĕ те тытас та темĕ, пурнăç тăршшĕпе пухнă мул никама та çăлса хăвараймĕ, пĕр чун та теприне х ÿтте илеймĕ, çылăхлă çынсене никам та пулăшаймĕ, пулăшас та темĕ. Çынсем! Çав кунран хăраса тăрăр, чăн тĕне çирĕп тытса пурăнăр! 124. Çÿлти Турă Авраама мĕн хушса тĕрĕсленине, çак мухтава тивĕç çын Турă ăна мĕн хушнине пĕр иккĕленмесĕр пурнăçланине аса ил! Турă ăна çапла каланă: “Авраам! Малашне эсĕ çынсене тĕрĕс çул кăтартса, чăн тĕне вĕрентсе пырăн!” Авраам: “Манăн ачамсем те тĕрĕс çулпа утĕç- и? Вĕсем те çынсене пĕртен-пĕр Турра ĕненме чĕнсе калĕç- и?” – тесе ыйтнă. “Чăн тĕнпе пурăнаканнисем кăна тĕрĕс çулпа утĕç. Анчах та сан йăхра Турă умĕнче çылăха кĕме хăраманнисем те пулĕç, вĕсем чăн çулран пăрăнса кайĕç”, – тенĕ Турă. 125. Эпир çынсене Мекка хулинчи çурта пуçтарăнма май панине аса ил. Унта вĕсемшĕн пĕр хăрушлăх та çук. Çавăнпа Авраам тăнă вырăна кĕлĕ тумалли вырăн тăвăр. “Авраампа Исмаил! Манăн п ÿрт яланах тап-таса та çап-çутă пултăр. Кааба тавра çаврăнакансем, пĕччен юлса кĕлĕ вулакансем, Турра мухтаса пуç таякансемпе чĕр куçленсе пуç çапакансем яланах тасалăхра пулччăр!” – хушнă Эпир. 126. Авраам Турра пуç çапса кĕлĕ тунине аса ил: “Турăçăм! Çак çĕр-шыва тăшман усалĕнчен упрасам! Турăçăм! Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине тата явап кунĕ çитессе ĕненекен çынсене тăранса пурăнмалăх апат-çимĕç парсам!” Çÿлти Турă ăна: “Авраам! Мана ĕненмен çынсене Эпĕ пĕр вăхăт хушши çĕр çинче киленсе пурăнма май парăп та тамăк вутне пăрахăп. Çак шăпара ним ырри те пулас çук. Вĕсем çав тери хăрушă асап курĕç”. 127. Авраампа Исмаил Кааба никĕсне хывнине аса ил. Вĕсем: “Турăçăм! Çак сăваплă çурта йышăнсам! Эсĕ чăнах та пурне те илтетĕн, пурне те пĕлетĕн! – тесе кĕлĕ тунă. – 128. Турăçăм! Пире пĕртен-пĕр Турра кăна ĕнесе пурăнмалла тусам! Пирĕн йăх пĕр Сана кăна ĕненсе пурăнтăр, чăн тĕне çирĕп тытса пытăр! Турăçăм! Пире кĕлĕ тата тĕн йĕркине вĕрентсем! Турăçăм! Пирĕн ÿкĕнĕве йышăнсам. Эсĕ чăннипех те каçаратăн, пурнăçра тÿрĕ çулпа утакана хĕрхенетĕн, пулăшса пыратăн, Хăвăн ырăлăхна пиллетĕн. 129. Турăçăм! Пирĕн йăхран Санăн Сăмахна халăхсене пĕлтерекен çынна кăларсам! Вăл пирĕн йăха Сан кĕнекÿне вĕрентĕ, суя тĕн тасамарлăхĕнчен хăтарса чăн тĕн çутине кăларĕ! Турăçăм! Сана çитекенни никам та çук! Эсĕ аслă, мухтавлă!” 130. Авраам тĕнĕнчен кам пăрăнса кайĕ? Чăннипех те, ăссăр çын кăна! Мĕншĕн тесен Эпир Авраама суйласа илнĕ, ăна çынсене чăн тĕне йышăнма тата Турра ĕненсе пурăнма чĕнсе калама хушнă. Леш тĕнчере те вăл тÿрĕ çулпа утнă çынсен йышĕнче пулĕ! 131. Çÿлти Турă Авраама: “Мана пăхăнса пурăн!” – тесе каланине аса ил. Авраам: “Эпĕ чăннипех те пĕр Сана кăна – тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине – пăхăнатăп”, – тенĕ. 132. Авраам тата Иаков хăйсен ывăлĕсене Çÿлти Турă тĕнĕпе пурăнма, çак тĕне çирĕп тытса пыма, Турра чунтан пăхăнма, чăн тĕнпе пурăнса вилме пилленĕ пулнă. 133. Иудейсем! Иаков хăй вилес умĕн ывăлĕсене мĕн каласа хăварнине илтнĕ-и эсир? “Ывăлсем! Эпĕ вилсен хăш турра ĕненсе пуç çапăр эсир? Мĕнле тĕнпе пурăнăр?” – тесе ыйтнă вăл. “Аттеçĕм! Эпир санăн тата сан аçусен Туррине ĕненĕпĕр, Авраам, Исмаил тата Исаак Туррине пуç çапăпăр, Çÿлти Турă панă тĕнпе пурăнăпăр!” – тенĕ Иаков ывăлĕсем.

  2. Çак çынсем çут тĕнчерен тахçанах уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Вĕсем хăйсем мĕн тивĕçнине курчĕç, эсир вара хăвăр тивĕçнине туянатăр. Сире çав çынсемшĕн, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕшĕн явап тыттармĕç. 135. “Пурнăçра тÿрĕ çулпа утас тесен иудейсен е христиансен тĕнне йышăнăр!” – тесе вĕрентеççĕ иудейсемпе христиансем. Çапла хуравлăр: “Эпир сирĕн тĕне йышăнас çук! Эпир Авраам пурăннă тĕнпе пурăнатпăр. Вăл суя турăсене йышăнман, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе пуç çапнă!” 136. Турра ĕненекенсем! Çапла пĕлтерĕр: “Эпир тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине тата Вăл пире уçса панă Сăваплă Коран аячĕсене ĕненетпĕр! Эпир çавăн пекех Çÿлти Турă Хăй Сăмахне Авраама, Исмаила, Исаака, Иакова тата вĕсен ачисене, Моисейпе Иисуса тата ытти мухтавлă арсене пĕлтернине çирĕплететпĕр. Эпир çак çынсене пĕрне те сивлеместпĕр, пурне те йышăнтпăр, пĕртен-пĕр Çÿлти Турра пăхăнса пурăнатпăр!” 137. Иудейсемпе христиансем ислам тĕнне йышăнсан, Çÿлти Турă пĕртен-пĕр Турă, пĕр Турă, Мухаммад Унăн Сăмахне пĕлтерекен çын пулнине ĕненсен кăна тĕрĕс çул çине тăрĕç. Вĕсем чăн тĕнрен пăрăнса сире хирĕç тăрсан, Турă вĕсене саншăн туллин тавăрĕ. Вăл чăнах та пĕтĕмпех илтет, пĕтĕмпех пĕлет. 138. Çÿлти Турă çав халăхсене Хăй палăртнă пек явап тыттарĕ. «Çынсем! Кам сире пурнăçри тĕрĕс çула Çÿлти Турăран лайăх кăтартса парĕ? Çавăнпа та эпир пĕр Ăна кăна ĕненсе пуç çапатпăр!» – тесе пĕлтер. 139. Çапла кала вĕсене: “Эсир пирĕнпе Çÿлти Турă пирки тавлашас тетĕр-и? Вăл пирĕншĕн те, сирĕншĕн те Турă. Вăл пирĕн те, сирĕн те хуçа. Çакна пĕлĕр: эпир Ун умĕнче хамăр ĕçĕмĕрсемшĕн явап тытăпăр, эсир – хăвăр ĕçĕрсемшĕн. Анчах та эпир Ăна чун-чĕререн ĕненетпĕр!” 140. Авраам, Исмаил, Исаак, Иаков тата вĕсен ывăлĕсем иудейсем е христиансем пулнă тенине эсир нихăçан та çирĕплетсе калаяс çук! Çапла пĕлтер вĕсене: “Çут тĕнчере мĕн пулса иртнине Çÿлти Турă пĕлет-и е эсир пĕлетĕр? Турă Сăмахне, Турă панă кĕнекене пытаракан çынран чыссăрри кам пултăр? Турă эсир мĕнле пурăннине, мĕн ĕçленине пĕтĕмпех пĕлет!” 141. Çак халăхсем хăйсен пурнăçне пурăнса ирттернĕ. Вĕсем хăйсем тивĕçнине курчĕç, эсир вара хăвăр тивĕçнине туянатăр. Сире çав çынсемшĕн, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕшĕн явап тыттармĕç. 142. Чăнлăха пĕлмен çынсем: “Мĕншĕн ислам тĕнĕпе пурăнакансем унччен Иерусалим енне çаврăнса кĕлĕ тăваччĕç, халĕ вара Мекка енне çаврăнса кĕлĕ тăваççĕ?” – тесе калĕç. Çапла пĕлтер вĕсене: “Çÿлти Турă хĕвел тухăçпа та, хĕвел анăçпа та пĕртен-пĕр хуçа пулса тăрать, пĕтĕм тавралăх Ун аллинче! Вăл Хăй кама т ÿрĕ çулпа ертсе пырас тет, çавна тĕрĕс çул çине кăларать”. 143. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Эпир сире суйласа илсе чи чыслă, виçене пĕлекен халăх пулмалла турăмăр. Чĕрĕлÿ кунĕ çитсен эсир суя тĕнпе пурăнакансен хăвăр чăн тĕнпе пурăннине çирĕплетсе паратăр. Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен арçын сирĕн сăмахăрсем чăнлăхпа тÿ р килнине çирĕплетсе парĕ. Эсир унччен Иерусалим енне çаврăнса кĕлĕ тунă пулнă. Анчах та Эпир сире Мекка енне çаврăнма хушнă. Çакна Эпир Мухаммад вĕрентĕвне чун-чĕререн ĕненнĕ çынсене тĕрĕслеме, вĕсене икĕ питлĕ çынсенчен уйăрса илме тунă пулнă. Çынсемшĕн Иерусалимран Мекка енне çаврăнса кĕлĕ вуласси çав тери пысăк йывăрлăх пулнă. Анчах та Çÿлти Турă т ÿрĕ çул çине кăларас тенĕ чун тĕрĕсленине çăмăллăн чăтса ирттерет. Çÿлти Турă сирĕн тĕне, сирĕн кĕлĕсене, эсир ыйтнине тĕп тумасть, сая ямасть. Вăл çынсене чăнах та ăнланать, хĕрхенет, каçарать. 144. Эпир сана тÿпенелле пăхса тăнине, Кааба енне çаврăнса кĕлĕ вулама хушни çинчен калакан хыпара пĕлтерессе кĕтнине курнă. Мухаммад! Эпир сана савăнăçлă хыпар пĕлтеретпĕр, Мекка енне çаврăнса кĕлĕ вулама хушатпăр, Турра ĕненекенсене Кааба енне çавăратпăр. Çавăнпа та Мекка хулинче Турра пуç çапса пурăнмалли усал туса çылăха кĕме юраман çурт енне çаврăн. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Кирек ăçта пулсан та, кирек хăш вăхăтра та кĕлĕ вуланă чухне Турра пуç çапса пурăнмалли усал туса çылăха кĕме юраман çурт енне çаврăнса тăрăр. Турă Сăмахне пĕлекенсем Турă хушса калани чăнлăх пулнине пĕлеççĕ. Çак Сăмах та Çÿлти Турă уçса панă чăнлăх. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă çынсем мĕнле пурăннине, мĕн тунине пĕтĕмпех пĕлсе тăрать. 145. Мухаммад! Çÿлти Турă панă кĕнекесене сума суса пурăнакансем пур-пĕрех Мекка енне çаврăнас çук, чăн тĕне йышăнас çук. Эсĕ вĕсене Турă Сăмахне, Турă хушнине пĕлтернин уссийĕ пулас çук. Анчах та эсĕ те кĕлĕ вуланă чухне вĕсен енне нихăçан та çаврăнмăн. Çапла çав, пĕр çын та тепĕр çын йăли-йĕркине йышăнса унран тĕслĕх илсе вăл çаврăннă енне çаврăнса кĕлĕ вулас çук. Çÿлти Турă сана чăнлăх уçса панă, сана пĕлÿллĕ тунă. Çавăнпа та ют тĕнпе пурăнакан çынсене юрас тесе Турă Сăмахĕнчен ан ирт, чыссăр çынсен йышне кĕресрен хăраса тăр. 146. Турă панă кĕнекесене сума суса пурăнакан çынсем Мухаммад чăннипех те Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен çын, Сăваплă Коран Турă Сăмахĕ пулнине хăйсен ывăлĕсене пĕлнĕ евĕрех лайăх пĕлеççĕ. Анчах та вĕсенчен пĕр пайĕ çак чăнлăха пытарса усрать, çак чăнлăха ыттисем пĕлтересрен хăрать. 147. Çÿлти Турă сана мĕн пĕлтерни, мĕн уçса пани, мĕн хушни – чăнлăх. Çакăн пирки нихăçан та ан иккĕлен. 148. Кашни халăх вăл е ку енне çаврăнса кĕлĕ вулать. Чăн тĕнпе пурăнакансем Мекка енне çаврăнса кĕлĕ вулаççĕ. Адам ывăлĕсем! Пĕр-пĕринпе ырă ĕçсем туса ăмăртăр! Çак ăмăртура яланах мала тухма тăрăшăр! Нихăçан та ан манăр: эсир кирек ăçта пулсан та явап кунĕ çитсен Турă сире пурне те пĕрле пуçтарĕ. Вăл чăнах та пуриншĕн те хуçа, çут тĕнчери мĕн пур чун Унăн аллинче. 149. Мухаммад! Кирек ăçта пулсан та кĕлĕ вуланă чухне Турра пуç çапса пурăнмалли усал туса çылăха кĕме юраман çурт енне çаврăн. Акă вăл Турă пĕлтернĕ чăнлăх! Çÿлти Турă эсир мĕн тунине, мĕн ĕçленине пĕрре те сая ямасть, манмасть, пĕтĕмпех шута илет. 150. Мухаммад! Кирек ăçта пулсан та кĕлĕ вуланă чухне Турра пуç çапса пурăнмалли усал туса çылăха кĕме юраман çурт енне çаврăн. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Кирек ăçта пулсан та кĕлĕ вуланă чухне Турра пуç çапса пурăнмалли усал туса çылăха кĕме юраман çурт енне çаврăнăр. Çакăн пирки пĕр ырă çыннăн та сирĕнпе тавлашма, сирĕнпе вăрçăнма сăлтав ан пултăр. Вĕсенчен ан хăрăр! Ман умра усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр! Эпĕ сире пăрахасран, сире Хамăн ырăлăхсăр хăварасран хăрăр! Тен, эсир чăннипех та тÿрĕ çулпа утăр. 151. Эпĕ сирĕн йышран Турă Сăмахне пĕлтерекен çынна кăлартăм. Вăл сире Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерет, тасамартан тата çылăхран тасатать, кĕнекере мĕн çырнине вĕрентсе тÿрĕ çул уçса парать. Вăл чăнах та сире эсир халиччен пĕлменнине пĕлтерет. 152. Мана ан манăр! Мана яланах асра тытăр та, Эпĕ сире тав тăвăп, ырăпа тавăрса парăп. Эпĕ сире кÿнĕ ырăлăхшăн Мана тав тăвăр. Ман ырăлăха хаклама пĕлмен, Манран пăрăнса утакан çынсен йышăнче ан пулăр. 153. Турра ĕненекенсем! Кулленхи пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерме чăтăмлăхпа кĕлĕ йĕркинче пулăшу шырăр. Çÿлти Турă чăтăмлă çынсемпе! Çакна ан манăр! 154. Турă ятне çÿле çĕклес тесе, чăн тĕне х ÿтĕлесе пуçне хунă çынна вилнĕ тесе ан калăр. Вăл чĕрĕ! Анчах та эсир çакна пĕлместĕр. 155. Эпир сире хĕн-хурпа хăратса, выçăпа аптратса, нуша курмалла, çывăх çынсене çухатмалла туса, пахча-çимĕçпе тырă-пулă ÿсменнипе тĕрĕслĕпĕр. Çак йывăрлăха чăтăмлăн т ÿссе ирттернĕ çынсене савăнтар! 156. Вĕсем нихăçан та пуçне усмаççĕ, пĕр-пĕр инкеке лексен: “Эпир чăнах та Çÿлти Турă аллинче. Вăл пире пурнăç панă. Таврăнма та эпир Ун патнех таврăнатпăр!” – теççĕ. 157. Çак çынсем пиллĕхлĕ. Çÿлти Турă вĕсене яланах пулăшса, Хăйĕн ырăлăхне парса пырать. Вĕсем пурнăçра чăннипех те тĕрĕс çулпа утаççĕ. 158. Хадж вăхăтĕнче Сафапа Марва ятлă икĕ тăвайкки хушшинче чупса иртни – Çÿлти Турă çирĕплетнĕ тĕн йĕркисенчен пĕри. Хаджа е умрăна тухнă çын çак тăвайккисем хушшинче хăй ирĕкĕпе чупса иртни çылăх мар. Хăй ирĕкĕпе ырă тăвакан çынна Çÿлти Турă пулăшса пырать, мĕн тивĕçнине парать. Чăн калатăп: Турă эсир мĕн тунине, мĕнле пурăннине пĕтĕмпех пĕлет. 159. Эпир пĕлтернĕ Сăмаха халăхран пытарса усракан этеме никам та хисеплемĕ. Турă та, пирĕштисем те, çынсем те ăна ылханĕç, курайми пулĕç. Мĕншĕн тесен Çÿлти Турă ислам тĕнĕ чăн тĕн, Мухаммад Турă Сăмахне пĕлтерекен çын, Сăваплă Коран Çÿлти Турă Сăмахĕ пулнине унччен малтан панă кĕнекесенче пĕлтернĕ, çакна ăнлантарса панă. 160. Чăнлăха халăхран пытарса çылăха кĕнĕ, анчах та çакăншăн чун-чĕререн ÿкĕннĕ çынсем çăлăнса юлĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен йăнăшне ăнланса илнĕ, çавăнпа та ырă ĕçсем тăваççĕ те çынсене Турă Сăмахне ăнлантарса параççĕ. Çÿлти Турă ÿкĕнекен çынна ăнланать, хĕрхенет, каçарать. 161. Чăн тĕне йышăнман, пурнăçне Турра ĕненмесĕр пурăнса ирттернĕ çынна никам та хисеплес çук. Çÿлти Турă та, пирĕштисем те, çынсем те ăна ылханĕç, пурте ăна курайми пулĕç. 162. Турра ĕненмен çын çак ылхануран нихăçан та хăтăлаймĕ. Вăл яланлăха тамăка кĕрсе асапланĕ. Çак асап ăна пĕр самантлăха та вĕçертес çук. 163. Сирĕн Турă – Çÿлти Турă, çут тĕнчене пултарнă Турă. Унсăр пуçне урăх турă çук. Вăл çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне парать, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçарать. 164. Ăслă-тăнлă çынсене Çÿлти Турă Хăй пуррине, Хăй хăватне нумай-нумай пулăм урлă кăтартса парать. Çут тĕнчере мĕн пулса иртни: Çÿлти Турă т ÿпепе çĕре пултарни, Вăл йĕркеленипе каçпа кун улшăнса тăни, халăха нумай усă к ÿрекен япала тиенĕ кимĕ тинĕсре ишни, Турă т ÿперен çумăр çутарни, çав çумăр шывĕпе типсе çурăлнă çĕре чун кĕртсе ÿсен-тăрансене çитĕнме май пани, çил кунран-кун улшăнса тăни, т ÿпепе çĕр хушшинче Турă ирĕкĕпе пĕлĕтсем шуни – пĕтĕмпех Çÿлти Турă пĕртен-пĕр Турă пулнине, Çÿлти Турă хăватне çирĕплетсе парать. Çакна ăслă-тăнлă çынсем кураççĕ, ăнланаççĕ. 165. Тепĕр çын тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине те, тĕрлĕ сăн-кĕлеткесемпе суя турăсене те ĕненсе пуç çапать. Çавăнпа та вăл çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турра та, тĕрлĕ сăн-кĕлеткесемпе суя турăсене те пĕр тан юратать. Анчах та тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине, Мухаммад Унăн Сăмахне пĕлтерекен çын, Сăваплă Коран Çÿлти Турă Сăмахĕ пулнине ĕненекен çын тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине пуринчен те ытла юратать. Эх! Намăса çухатнă çынсем пĕр Турă кăна пуринпе те пĕртен-пĕр хуçа пулнине, пĕр Вăл кăна чăн Турă пулнине, Вăл суя тĕнпе пурăнакансем çине яракан асап çав тери хăрушă пулнине пĕлнĕ пулсан-и! Анчах та явап кунĕ çитсен вĕсем çакна пĕтĕмпех пĕлейĕç, хăйсен куçĕсемпе курса ĕненĕç. 166. Явап кунĕ çитсен суя тĕнпе пурăннă çынсем хăйсем улталаннине ăнланса илĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем ĕненсе пуç çапса пурăннă суя турăсем вĕсенчен пăрăнса утĕç, вĕсен енне çаврăнса та пăхмĕç. Ун чухне суя тĕнпе пурăннă çынсене çав тери хăрушă асап пырса тивĕ. Вĕсене çĕр çинчи пурнăçра суя турăсемпе туслă пулни те пулăшаймĕ. 167. “Эпир пуç çапса пурăннă суя турăсем паян пирĕнтен пăрăнса утрĕç. Енчен те иртнине тавăрма май килнĕ пулсан эпир хамăр вĕсенчен пăрăнса чăн тĕне йышăннă пулăттăмăр!” – тесе ÿкĕнĕç суя тĕнпе пурăннă çынсем. Нумай турăлăх тĕнĕпе пурăннă çынсем Çÿлти Турă йĕркеленипе хăйсен ĕçĕсем уссăр пулнине курса чĕререн ÿкĕнĕç. Анчах та тамăк вутĕнчен вĕсене никам та çăлса хăварас çук. 168. Адам ывăлĕсем! Çĕр çинче сире валли тем чухлĕ ырлăх пур. Анчах та Çÿлти Турă ирĕк панине кăна çийĕр, юраманни патне ан çывхарăр. Çынсем! Шуйттан хыççăн нихăçан та ан кайăр, унăн сăмахне ан итлĕр. Мĕншĕн тесен вăл сирĕншĕн чĕр тăшман. 169. Шуйттан сире ним ыррине те вĕрентес çук. Унран сире пĕр усă та пулас çук. Вăл сире т ÿрĕ çултан пăрăнса çылăха кĕме чĕнет, Çÿлти Турă çинчен эсир мĕн пĕлменнине суйса калама хистет. 170. Вĕсене:”Турă сире мĕн пĕлтернине итлĕр, Турă хушнă пек пурăнăр!” – тесе каланин те усси пулас çук. Вĕсем çав-çавах хăйсен йăнăшне курмаççĕ: “Эпир аттесем пурăннă пек пурăнăпăр, вĕсен йăли-йĕркисене тытса пырăпăр!” – теççĕ. Мĕскĕнсем! Анчах та вĕсен ашшĕсем чăнлăха пĕлмен, т ÿрĕ çулпа утман пулсан? 171. Чăн тĕнпе пурăнакан çын кĕтÿç евĕр. Вăл Турра ĕненмен çынсене чăнлăха йышăнма, т ÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калать. Анчах та лешсем выльăх евĕрех. Вĕсем кăшкăрса каланисĕр пуçне нимĕн те илтмеççĕ. Вĕсем чăннипех те хăлхасăр, чĕлхесĕр, куçсăр. Вĕсем нимĕн те ăнланмаççĕ. 172. Турра ĕненекенсем! Эпир сире панă таса апат-çимĕçпе тăранса пурăнăр. Çут тĕнчене пултарнă Турра кăна ĕненсе пуç çапатăр пулсан, Ăна çак ырлăхшăн тав туса кĕлĕ вулăр. 173. Çÿлти Турă сире хăй вилĕмĕпе е сарăмсăр вилнĕ чĕр чун ашне, юн тата сысна ашне çиме чарнă. Çавăн пекех Турă ячĕпе пусман выльăх ашĕ патне те ан çывхарăр, ăна ан тутанăр. Вăл сирĕншĕн таса мар. Çапах та сирĕн çимелли урăх нимĕн те çук пулсан, çак апат-çимĕçе çиме пултаратăр. Анчах та унпа киленсе ан тăрăр, виçине пĕлĕр, хырăма тултарассишĕн ан çунăр. Çапла туни сире çылăх пулмĕ. Çÿлти Турă хĕрхенет, Чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçарать. 174. Этемлĕхе панă кĕнекере Турă мĕн пĕлтернине çынсенчен пытарса пурăнакансем, Турă Сăмахне пытарса тупăш илме тăрăшакан çынсем хăйсен хырăмĕсене тамăк вучĕпе тултараççĕ. Явап кунĕ çитсен Çÿлти Турă вĕсемпе калаçмĕ те, вĕсене çылăхсенчен тасатмĕ. Çав çынсене чăнах та хăрушă асап кĕтет. 175. Вĕсем тÿрĕ çула сутса ултав çулне туяннă, Турă каçарăвне сутса асап илнĕ. Мĕскĕнсем! Тамăк вутне хирĕç тăма, çак асапа чăтса ирттерме вĕсене кам пулăшĕ-ши? 176. Çак асапа вĕсем пĕр-пĕринпе Турă кĕнеки пирки тавлашнăшăн, Турă Сăмахĕ пирки пĕр шухăшлă пулманшăн тивĕçĕç. Анчах та Турă пĕлтернĕ Сăмах чăнлăх-çке! 177. Хĕвел тухăç е хĕвел анăç енне пăхса кĕл туни çын таса чун-чĕреллĕ пулнине пĕлтермест. Чун-чĕрипе таса çын Çÿлти Турă тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пулнине, явап кунĕ çитсен шухăшĕсемпе ĕçĕсемшĕн явап тытма тивнине, пирĕштисем пуррине, Çÿлти Турă чурисене Хăй кĕнекине уçса панине, Çÿлти Турă çынсене т ÿрĕ çул çине кăларма Хăй Сăмахне пĕлтерекенсене янине ĕненет. Вăл хăйĕншĕн çав тери хаклă пурлăхне шеллесе тăмасть, çывăх тăванĕсене, тăлăхсене, çул çÿревçĕсене, чухăнсемпе ыйткалакансене пулăшать, чурисене ирĕке яма тăрăшать. Вăл Турă Сăмахне тĕпе хурса кĕлĕ вулать, чухăнсене, нуша куракансене пурлăхĕн пĕр пайне парса пулăшать. Вăл хăй сăмахне çирĕп тытать, инкекре те, нушара та, çапăçу хирĕнче те яланах чăтăмлă. Вăл никама та улталамасть, чăннине кăна калать, Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăрать. 178. Турра ĕненекенсем! Пĕр çын теприне вĕлерес тесех вĕлернĕ пулсан, Турă сире çапла тавăрма хушать: ирĕклĕ çын – ирĕклĕ çыншăн, тарçă – тарçăшăн, хĕрарăм – хĕрарăмшăн. Çакăнран иртсе çылăха ан кĕрĕр! Анчах та вилнĕ çын тăванĕ вĕлерекене каçарать пулсан, вĕлерекенĕн хăйĕн çылăхне туллин ăнланса илмелле, хăй вĕлернĕ çын тăванĕсене укçан т ÿлесе айăпне саплаштармалла. Çапла хушнипе Турă сире çăмăллăх сунать, тĕрлĕ лару-тăруран тухма тĕрĕс çул кăтартса Хăй ырăлăхне парать. Анчах та Турă Сăмахĕнчен иртекен çынна хăрушă асап кĕтет. Мĕншĕн тесен Турă ăна мĕнле пурăнмаллине, вăл е ку лару-тăрура хăйне епле тытмаллине ăнлантарса панă пулнă. 179. Ăслă-тăнлă çынсем! Вĕлернĕ çыншăн тавăрма хушни сирĕн пурнăçăра упрать, сире кашни утăма шутласа тума хистет, çынна усал тăвасран чарса тăрать. Тен, çакна ăнлансан эсир т ÿрĕ çулпа утăр, Турă умĕнче çылăха кĕме хăракан пулăр. 180. Вилес патне çитнĕ çын хăйĕн пурлăхне ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем хушшинче тивĕçлипе пайлама халалласа хăвартăр. Турă умĕнче çылăха кĕме хăракана Çÿлти Турă çапла тума хушать. 181. Вилес патне çитнĕ çын çырса хатĕрленĕ халал хутне ют çын улшăнусем кĕртни çылăх. Çак çылăх халал хутне улăштарса çыракан çинче пулĕ. Турă пĕтĕмпех илтнине, пĕтĕмпех пĕлсе тăнине нихăçан та ан манăр! 182. Анчах та халал хутне хатĕрлекен çын хăй пурлăхне тăванĕсем хушшинче тĕрĕс мар пайлать, йăнăш туса çылăха кĕрет пулсан, çакна куракан çын пурлăха тивĕçекенсене пĕр сăмах тупма, пĕр-пĕрне к ÿрентермесĕр пурăнма пулăштăр. Çапла туни çылăх мар. Мĕншĕн тесен Çÿлти Турă хĕрхенет, т ÿрĕ çулпа утакана каçарать. 183. Турра ĕненекенсем! Çÿлти Турă аçăрсене типĕ тытма хушнă евĕр сире те рамадан уйăхĕнче типĕ тытма хушать. Вара, тен, эсир Турă умĕнче çылăха кĕме хăракан пулатăр.

  3. Чир-чĕр хавшатнăран е çул çÿревре пулнăран рамадан уйăхĕнче типĕ тытма май килмесен урăх вăхăтра типĕ тытас пулать. Анчах та çын сывалайми чирлесен е ватăлнипе типĕ тытаймасан унăн типĕ тытмасăр ирттернĕ кашни куншăн пĕр-пĕр чухăна апат-çимĕç парса пулăшмалла. Çын хăй ирĕкĕпе рамадан уйăхĕнче кăна мар, ытти кунсенче те типĕ тытни е май килнĕ таран чухăна пулăшма тăрăшни – ырлăх. Типĕ тытни сире çав тери пысăк усă кÿнине пĕлсе тăрăр! 185. Рамадан уйăхĕнче Турă сире т ÿрĕ çул кăтартакан, усалпа ырра уйăракан Коран аячĕсене пĕлтерме пуçланă. Çак уйăха типĕ тытса ирттерĕр. Чир-чĕр хавшатнăран е çул çÿревре пулнăран рамадан уйăхĕнче типĕ тытма май килмесен, урăх вăхăтра типĕ тытас пулать. Çÿлти Турă сире йывăрлăх мар, çăмăллăх сунать. Вăл сире рамадан уйăхне типĕ тытса ирттерме, Турра т ÿрĕ çул çине кăларнăшăн мухтаса кĕлĕ тума хушать. Тен, çакна ăнланатăр та Çÿлти Турра мухтаса тав тăвăттăр. 186. Мухаммад! Çынсем санран Ман çинчен каласа пама ыйтаççĕ. Çапла пĕлтер: «Çÿлти Турă яланах сирĕн çумра, Вăл Ăна кĕлĕ тăвакана илтсе хуравлать. Çавăнпа та çынсем Çÿлти Турă мĕн хушнине итлеччĕр, Çÿлти Турă пĕртен-пĕр Турă пулнине ĕненччĕр! Тен, çакăн хыççăн вĕсем чăнлăха курса т ÿрĕ çул çине тăрĕç». 187. Типĕ тытнă кун хĕвел ансан сирĕн арăмăрсемпе савăшма ирĕк пур. Ÿтпе кĕпе пĕр-пĕрне çывăх пулнă евĕр эсир те арăмăрсемпе пĕр-пĕрне çывăх. Унччен сирĕн типĕ тытнă чух хĕвел ансассăн та савăшма юраман. Çакă сире канăç паман, сирĕншĕн йывăр пулнă. Анчах та Турă эсир канăçсăрланнине курнă, çавăнпа та сире хĕрхенсе каçарнă. Халĕ рамадан каçĕсенче арăмăрсемпе савăшăр, Çÿлти Турă сире мĕн хушнине пурнăçлама ăнтăлăр. Шурăмпуç киличчен, хурапа шурра уйăрма май киличчен ĕçĕр те çийĕр, унтан хĕвел анса каç пуличчен типĕ тытăр. Рамадан уйăхĕнче Турра пуç çапмалли çуртра ирттернĕ каçсенче килĕрсене арăмăрсемпе савăшма ан кайăр, çав каçсенче ар хутшăнăвне ан кĕрĕр. Çапла хушать сире тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри. Унăн Сăмахĕнчен ан иртĕр! Çапла майпа Турă сире Хăй Сăмахне ăнлантарса парать. Тен, эсир Турă умĕнче çылăха кĕме хăракан пулатăр. 188. Йĕркене пăсса пĕр-пĕрин пурлăхне туртса ан илĕр. Т ÿре-шарана мĕн те пулин парса сиксе тухнă ыйтăва хăвăра кирлĕ пек татса пама, пĕр-пĕр çын пурлăхне алла илме ан тăрăшăр. Çапла туни – çылăх. 189. Мухаммад! Çынсем санран çĕн уйăх пирки ыйтса пĕлесшĕн. “Çĕнĕ уйăх сире кун шутлама, кулленхи ĕçпе хадж вăхăтне палăртма кирлĕ”, – тесе пĕлтер. Унччен хаджран таврăнакан çын п ÿрте кайри алăкран кĕнине сăпайлăх палли тенĕ. Анчах та ку тĕрĕс мар. Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăрани – сăпайлăх. Çавăнпа та хаджран таврăнсан п ÿрте малти алăкран кĕрĕр те Çÿлти Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăрăр. Вара, тен, телейлĕ пулатăр. 190. Сире хирĕç тăракансемпе Çÿлти Турă ячĕпе кĕрешĕр, анчах та Турă палăртнă йĕркерен иртсе çылăха ан кĕрĕр. Мĕншĕн тесен тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри Хăй Сăмахĕнчен иртекене юратмасть. 191. Вăрçă вăхăтĕнче сире хирĕç хĕçпе тухнă суя тĕнпе пурăнакансене кирек ăçта тĕл пулсан та вĕлерĕр, вĕсем сире хăваласа янă тăрăхран хăйсене хăваласа ярăр. Мĕншĕн тесен суя тĕнпе пурăнни вилĕмрен те хăрушă. Анчах та Турра пуç çапса пурăнмалли усал туса çылăха кĕме юраман çурт çывăхĕнче ан çапăçăр. Вĕсем кĕрешĕве пĕрремĕш пуçласан кăна алла хĕç тытăр. Тăшмансем Турра пуç çапса пурăнмалли усал туса çылăха кĕме юраман çуртра та çапăçас теççĕ пулсан, вĕсене пĕр хĕрхенмесĕр вĕлерĕр. Çакă кĕтет суя тĕнпе пурăнакансене Турă Сăмахне ĕненменшĕн! 192. Енчен те вĕсем ислам тĕнне йышăнса çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă пĕртен-пĕр Турă пулнине, Мухаммад Унăн Сăмахне пĕлтерекен çын пулнине ĕненсен çапăçма чарăнăр. Мĕншĕн тесен Çÿлти Турă хĕрхенет, т ÿрĕ çулпа утакана ырлăх сунать, каçарать. 193. Суя тĕнпе пурăнакан çынсемпе çĕр чăмăрĕ çинче суя тĕн палли-йĕрĕ çухаличчен, халăхсем хушшинче чăн тĕн çирĕплениччен кĕрешĕр. Вĕсем суя турăсемпе тĕрлĕ сăн-кĕлеткесене пуç çапма пăрахсан, сирĕн хушăрти курайманлăх çухалтăр, сирĕн хушшăрта килĕшÿ те юрату пултăр. Анчах та таса мар пурнăçшăн çунакансемпе кăна кĕрешĕр, вĕсене хирĕç пулăр. 194. Вĕсем вăрçă пуçлама, юн тăкма юраман уйăхра та çапăçу хирне тухаççĕ пулсан çапăçăр, чăн тĕне çирĕплетес тесе кĕрешĕр. Юн тăкма юраман уйăха пăсса вăрçă пуçлакана ним ырри те кĕтмест, усал тунăшăн хăй те усал курĕ вăл. Турра ĕненекенсем! Сирĕн çине тапăнаканпа, сире хĕсĕрлекенпе кĕрешĕр, унпа вăл сирĕнпе çапăçнă евĕр çапăçăр. Анчах та Турă Сăмахĕнчен ан иртĕр. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри Хăй умĕнче усал туса çылăха кĕме хăракан çынна пулăшса пырать. 195. Çÿлти Турă ячĕпе выльăх пусăр, вилĕм ан шырăр, вилме ан васкăр. Турра ĕненекенсем! Усал ĕç мар, ырă ĕç тума тăрăшăр. Турă ырă тăвакана юрарать. 196. Турра ĕненекенсем! Хадж тата умра йĕркисене Турă ячĕпе пурнăçлăр. Енчен те хаджа тухма мĕн те пулин чарать пулсан, Турă ячĕпе выльăх пусса кĕлĕ тăвăр. Пусма хатĕрленĕ выльăх палăртнă вырăна çитсен кăна çÿçĕрсене хырăр. Анчах та чирленĕрен е пуç çинче пĕр-пĕр суран пулнăран çÿçе маларах хырма тивсен çирĕплетнĕ йĕрекене пурнăçламаннине чиртен сывалсан типĕ тытса е сурăх пусса саплаштармалла. Сире хаджпа умрăна тухма нимĕн те чармасть пулсан умрăна вĕçлесе хадж пуçланасса кĕтес темен çын Турă ячĕпе выльăх пустăр е вунă кун хушши типĕ тыттăр: виçĕ кунне Мекка хулинче, тепĕр çиччĕшне килне таврăнсан. Çак йĕркене Меккăра пурăнман çынсен тытса пымалла. Турра ĕненекенсем! Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр! Çÿлти Турă хушнипе килекен асап çав тери хăрушă! 197. Хадж йăли-йĕркине хадж уйăхĕ çитсен пурнăçлăр. Çак уйăхра хаджа тухакан çын ар хутшăнăвне ан кĕтĕр, пĕр çылăхлă ĕç те ан тутăр, никампа та ан вăрçăнтăр, ан тавлаштăр. Эсир мĕн тунине, мĕн ĕçленине Çÿлти Турă пĕтĕмпех пĕлет. Хаджа тухма хатĕрленĕр, çул çинче мĕн кирлине пĕрле илĕр. Анчах та çул çинче чи кирли – ырă кăмăллă тата сăпайлă пулни. Ăслă-тăнлă çынсем! Ман умра усал çылăха кĕресрен хăраса тăрăр! 198. Хадж вăхăтĕнче суту-илÿ туса Турă ырăлăхне шырани çылăх мар. Арафат тăрăхĕнчен таврăнсан сăваплă вырăна çитсен Турра мухтаса асăнăр. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине мухтав сăмахĕпе асăнса кĕлĕ тăвăр! Эсир ултавлă пурнăçпа пурăннă, анчах та Çÿлти Турă сире тÿрĕ çул çине кăларнă. 199. Унтан çынсем хыççăн кайăр та Çÿлти Турăран каçару ыйтса кĕл тăвăр. Вăл чăнах та хĕрхенет, тÿрĕ пурнăçпа пурăнакана каçарать. 200. Хадж йĕркине пĕтĕмпех пурнăçласан Çÿлти Турра аçăрсене асăннă евĕр асăнăр, Çÿлти Турра аçăрсене асăннинчен те вăйлăрах асăнăр, Турра мухтаса кĕлĕ тăвăр. Хăшĕ-пĕри: “Турăçăм! Пире çак пурнăçра ырлăх курса пурăнмалла тусам!” – тесе кĕлĕ тăвать. Çавăнпа та леш тĕнчере вĕсене ним ырри те кĕтмест. Мĕншĕн тесен вĕсем çак тĕнчене суйланă. 201. Теприсем вара: “Турăçăм! Пире çак пурнăçра та, леш тĕнчере те ырлăх курмалла тусам, пире тамăк асапĕнчен çăлса хăварсам!” – теççĕ. 202. Вĕсене çĕр çинчи пурнăçра ырă ĕçсем тунăшăн леш тĕнчере те ырлăх кĕтет. Çÿлти Турă чăнах та Хăй мĕн шантарнине этеме нумай кĕттермест. 203. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турра палăртнă кунсенче мухтаса асăнăр! Палăртнă йĕркесене васканипе икĕ кун хушшинчех вĕçлени çылăх мар. Йĕркесене васкамасăр, виçĕ кун хушшинче пурнăçлакана та çылăх пулмасть. Чи кирли – çын Турă умĕнче çылăха кĕме хăрани, хăйне усалран упрани. Çÿлти Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр, сире пурне те Ун патне пухасси çинчен нихăçан та ан манăр! 204. Сана хăшĕ-пĕри çĕр çинчи пурнăçа мухтаса калани, çĕр çинчи ырлăхпа илĕртни çав тери тĕлĕнтерет. Сана ун сăмахĕсем тепĕр чухне килĕшме те пултарĕç. Мĕншĕн тесен вăл хăй чĕринче мĕн упраннине Турă ятне асăнса пĕлтерет. Анчах та ан улталан. Çав çын саншăн чĕр тăшман. Вăл сана тÿрĕ çул çинчен пăрса ярас тет. 205. Çак этем санран пăрăнса утсанах çылăха кĕме васкать, çынсене усал тăвать, тыр-пула сиен кÿрет те выльăх-чĕрлĕхе амантать. Ним ырри те çук унра. Чыссăр та намăса çухатнă çынна Турă юратмасть. 206. Çав этеме: “Мĕн хăтланатăн эсĕ? Турăран хăра!” – тесе каланин те усси пулас çук. Хăйне çав тери мăнна хунăран вăл пĕр çылăхне те курмасть. Çапла, уншăн тамăк вучĕ çителĕклĕ пулĕ. Анчах та тамăк вучĕ çав тери хăрушă вырăн! 207. Çавăн пекех тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине чун-чĕререн ĕненекен, Унăн кăмăлне каяс тесе чунне шеллемен çынсем те пур. Вĕсем çав тери чыслă та таса. Чăн калатăп: Çÿлти Турă Хăй чурисене хĕрхенет, вĕсене тĕрлĕ усалтан упрать. 208. Турра ĕненекенсем! Çÿлти Турă Сăмахне сума суса пурăнăр, чăн тĕне çирĕп тытса пырăр. Нихăçан та шуйттан хыççăн ан кайăр. Вăл сире ыррине вĕрентес çук. Вăл сирĕншĕн чĕр тăшман пулнине нихăçан та ан манăр. 209. Турă сире Хăй Сăмахне пĕлтерсе тĕрĕс çул кăтартнă. Çавăнпа та т ÿрĕ çул çинчен пăрăнса улталанасран сыхланăр, Çÿлти Турă тем тума та пултарнине, Вăл çав тери аслă та хăватлă пулнине пĕлсе тăрăр. 210. Мухаммад Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен çын пулнине ĕненмен чунсем Çÿлти Турă Хăй пирĕштисемпе пĕрле вĕсем умне т ÿперен анса тăрасса, Ăна хăйсен куçĕсемпе курасса шанаççĕ-и? Анчах та çут тĕнчери кашни чун шăпи паллă ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен çут тĕнчере пĕтĕмпех Çÿлти Турă палăртнă пек пулса иртет. 211. Израиль ывăлĕсенчен Эпир вĕсене Турă Сăмахне пĕлтерекен çынсем калани чăнлăх пулнине çирĕплетекен мĕн чухлĕ асамлăх кăтартнине, вĕсене миçе йĕрке Сăмах пĕлтернине ыйтса пĕл. Ку Çÿлти Турă панă ырăлăх. Çавăнпа та çак ырăлăха сутакан çын Çÿлти Турă хушнипе килекен асап хăрушă пулнине ан мантăр. 212. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри, Мухаммад Унăн Сăмахне пĕлтерекен çын пулнине ĕненмен чунсем çак тĕнчери ырлăхпа киленсе улталаннă. Çавăнпа та вĕсем Турра ĕненекенсенчен кулаççĕ. Анчах та явап кунĕ çитсен Турă умĕнче çылăха кĕме хăранă çынсем чыссăр çынсенчен çÿлерех те хисеплĕрех пулĕç. Çÿлти Турă чăнах та пĕрисене çĕр çинчи пурнăçра нумай ырлăх парать, теприсене нуша курмалла тăвать. Анчах та Çÿлти Турă çапла майпа этеме тĕрĕслет, унтан пурне те тивĕçлипе тавăрса парать. 213. Ĕлĕк çынсем пĕр халăх пулнă, пурте пĕр çулпа утнă. Турă вĕсем патне ырă хыпар пĕлтерекен, тĕрĕс пурăнма вĕрентекен арсене янă. Çавăн пекех Вăл çынсен хушшинче сиксе тухнă ыйтусене, вăл е ку лару-тăрăва тивĕçлĕ майпа татса пама Хăй Сăмахне пĕлтернĕ. Анчах та пĕр-пĕрне курайманран, пĕр-пĕрне ăмсаннăран çынсем тĕрлĕ ушкăна пайланнă. Пĕр пайĕ чăнлăха йышăнман, Турă Сăмахĕ пирки тавлашнă. Çавăнпа та Çÿлти Турă Хăй Сăмахне ĕненекенсене кăна т ÿрĕ çулпа уттарнă. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Хăй кама т ÿрĕ çулпа уттарас тет, çавна кăна тĕрĕс çул çине кăларать. 214. Эсир Турра ĕненекенсем унччен чăтса ирттернĕ йывăрлăхсене курмасăрах çăтмаха кĕме ĕмĕтленетĕр-и? Мĕн кăна курман вĕсем хăйсен пурнăçĕнче! Вĕсене тĕрлĕ инкек-синкек аптратнă, хуйхă-суйхă хавшатнă. Тепĕр чухне Турă Сăмахне пĕлтерекен те, Турра ĕненекенсем те ним тума пĕлменрен: “Турăçăм! Хăçан пулăшăн-ши Эсĕ пире?” – тесе кĕлĕ тунă. Çапла! Çÿлти Турă нумай кĕттермĕ, часах пулăшĕ! 215. Мухаммад! Çынсем санран пурлăхăн хăш пайне тата кама парса тăкакламаллине ыйтаççĕ. Çапла пĕлтер вĕсене: “Пурлăха аçăр-аннĕре, тăванăрсене, çывăх çыннăрсене, тăлăхсене, чухăнсемпе çул çÿревçĕсене пулăшас ĕçе ярăр. Эсир кирек епле ырă ĕç тунине те Çÿлти Турă курать, пĕлет. Эсир тунă пĕр ырă ĕç те сая каяс çук”. 216. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă сире суя тĕнпе пурăнакан çынсене хирĕç кĕрешме хушнă. Анчах та çак пархатарлă ĕç сире пĕрре те килĕшмен. Тепĕр чухне сире килĕшмен япала çав тери пысăк усă кÿрет, килĕшекенни вара сиен кÿрет. Çавăнпа та малашлăхра мĕн пулса тухасса пĕр Турă кăна пĕлет. Эсир çакна пĕлес çук. 217. Мухаммад! Çынсем санран юн тăкма юраман уйăхра Мекка хулинче пурăнакан суя тĕн çыннисемпе кĕрешме юрать-и тесе ыйтаççĕ. Çапла хуравла: “Юн тăкма юраман уйăхра çапăçу хирне тухни çылăх. Анчах та Турă çулĕ çинчен пăрăнни, суя тĕнпе пурăнни, Турра пуç çапмалли усал туса çылăха кĕме юраман çуртран кĕлĕ вулакансене хăваласа яни калама çук пысăк çылăх шутланать. Ан манăр: нумай турăлăх тĕнĕпе пурăнни çынна вĕлернинчен те пысăк çылăх. Суя тĕнпе пурăнакансем сире тÿрĕ çул çинчен пăрса ямасăр та лăпланас çук. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – сире чăн тĕнрен сивĕтесси, хăйсен тĕнне çавăрасси. Чăн тĕне пăрахса суя тĕнпе пурăнса вилекен çын телейсĕр. Унăн çак пурнăçри ĕçĕсем те, леш тĕнчери ĕçĕсем те уссăр пулĕç, сая кайĕç. Вĕсем яланлăхах тамăка кĕрĕç, унта çунса асапланĕç”. 218. Чăн тĕне упраса хăварас тесе тăван тăрăха пăрахса Меккăран Мединăна пурăнма куçнă çынсем Çÿлти Турра чун-чĕререн ĕненеççĕ, Турă вĕсене пулăшса пырасса шанаççĕ. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă вĕсене хĕрхенет, тÿрĕ пурнăçпа пурăнакана каçарать, ăна ырăлăх курмалла тăвать. 219. Мухаммад! Çынсем санран эрехпе этеме хĕртсе яракан вăйăсем пирки ыйтаççĕ. Çапла пĕлтер: “Вăл та, ку та этеме пысăк сиен кÿрет. Анчах та вĕсен уссийĕ те çук мар. Çав-çавах эрех патне тата этеме хĕртсе яракан вăйăсем патне çывхаракан çын çав тери пысăк çылăха кĕрет”. Çынсем санран пурлăхăн хăш пайне чухăнсемпе нуша куракансене пама уйăрса хумаллине ыйтаççĕ. “Хăвăр усă курнă хыççăн юлнă пурлăха”, – тесе пĕлтер. Çапла майпа Çÿлти Турă сире Хăй Сăмахне пĕлтерет, Хăй Сăмахне ăнлантарса парать. Тен, эсир çакăн çинчен шухăшлатăр та тÿрĕ çул çине тăратăр. 220. Тен, çакна илтсен эсир пурнăç çинчен, хăвăра леш тĕнчере мĕн кĕтни çинчен кăшт та пулин шухăша каятăр. Мухаммад! Вĕсем санран тăлăха юлнă ачасем пирки ыйтаççĕ. Çапла хуравла: “Тăлăха пулăшни – ырă ĕç”. Енчен те эсир хăвăр пурлăхăра тăлăха юлнă ача пурлăхĕпе пĕрлештеретĕр, тăлăха хăвăр пата илсе ăна вĕрентетĕр, ырă сĕнÿ-канаш паратăр пулсан, пĕр-пĕриншĕн тăван евĕр пулатăр. Ан манăр – Çÿлти Турă чыссăр çынна та, ырă тăвакана та курать. Турă сире усал суннă пулсан, эсир йывăр лару-тăрăва е пĕр-пĕр инкеке лекнĕ пулăттăр. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри тем тума та пултарать. Вăл аслă, мухтавлă, хăватлă. 221. Нумай турăлăх тĕнĕпе пурăнакан хĕрарăма качча ан илĕр. Вăл малтан хăй тĕнне пăрахăçласа ислам тĕнне йышăнтăр. Нумай турăлăх тĕнĕпе пурăнакан ирĕклĕ хĕрарăм сире çав тери килĕшет пулсан та, вăл тыткăна лекнĕ чăн тĕнпе пурăнакан хĕрарăмран кая. Хĕрĕре нумай турăлăх тĕнĕпе пурăнакан арçынна качча ан парăр. Пулас мăшăр малтан ислам тĕнне йышăнса тÿрĕ çул çине тăтăр. Турра ĕненекен тарçă суя тĕнпе пурăнакан ирĕклĕ çынран пур-пĕрех лайăх. Суя тĕнпе пурăнакан çын сире çав тери килĕшет пулсан та. Нумай турăлăх тĕнĕпе пурăнакансем сире тамăк вутне кĕме чĕнеççĕ. Çÿлти Турă сире çăтмаха кĕме, Хăй каçарăвне тивĕçме чĕнет. Вăл сире Хăй Сăмахне ăнлантарса парать, çак Сăмах сире ырра вĕрентсе тĕрĕс çул кăтартасса шанать. 222. Мухаммад! Çынсем санран хĕрарăмпа унăн уйăх хушши пулнă вăхăтра савăшма юрать-и тесе ыйтаççĕ. Çапла пĕлтер: “Çак вăхăтра хĕрарăм хăйне начар туять. Уйăх хушши чухне мăшăрăрсемпе ар хутшăнăвне ан кĕрĕр, вĕсем тасалса çитиччен тăхтăр. Тасалса çитсен хăвăрăн тивĕçе Турă хушнă пек пурнăçлăр. Чăн калатăп: Çÿлти Турă çылăхĕсемшĕн ÿкĕнсе тасамартан тасалакан çынна юратать. 223. Арăмăр сирĕншĕн ана евĕр – эсир вăрлăх акса ачаллă пулатăр. Çавăнпа та çак ана çине хăвăр мĕнле кĕрес тенĕ евĕр кĕрĕр те вăрлăх акăр. Анчах та киленÿ шыраса намăса ан манăр, усал туса çылăха ан кĕрĕр; ырă ĕçсен виçине ÿстерме тăрăшăр, леш тĕнчене кĕтсе илме хатĕрленĕр. Адам ывăлĕсем! Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр, палăртнă вăхăт çитсен Ун умне тухса тăма тивессе ан манăр. Мухаммад! Çак хыпара Турра ĕненекенсене пĕлтерсе савăнтар! 224. Пĕр вĕçĕмсĕр Турă ячĕпе тупа туни килĕш ÿсĕр. Çавăнпа та кирлĕ-кирлĕ мар чухне Турă ятне асăнма пăрахăр. Çÿлти Турă ячĕпе тупа туни сире ырă ĕç тума ан чартăр. Турă ячĕпе панă сăмах сире Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăракан пулма пулăшса пытăр, çынсене пĕр сăмах тупма пулăшма ан кансĕрлетĕр. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă пĕтĕмпех илтет, пĕтĕмпех пĕлет. 225. Турă сире эсир чăнлăха пĕлмесĕр, ăна-кăна чухламасăр пĕр вĕçĕмсĕр сăмах панăшăн, тупа тунăшăн асап ямасть. Вăл сире каçарать. Анчах та сирĕн чĕрĕрте усал шухăш пулсан, пĕр-пĕр çынна усал тума е кÿрентерме сăмах парсан, хăраса тăрăр. Турă сире инкек курмалла тăвĕ, сирĕн çине асап ярĕ. Чăн калатăп: Çÿлти Турă сире ăнланать, хĕрхенет, каçарать. 226. Арăмпа пĕр вырăн çине выртмастăп тесе тупа тунă çын хăй сăмахне тăватă уйăх хушши тытса пурăнтăр. Анчах та çак вăхăт иртиччен вăл хăй шухăшне улăштарать, мăшăрĕпе ар хутшăнăвне кĕрет пулсан сăмахне мантăр. Турă сире хĕрхенет, Вăл тÿрĕ çулпа утакана каçарать. 227. Арăмĕнчен уйрăлас тенĕ арçын Çÿлти Турă унăн мĕн пур сăмахне илтнине, вăл мĕн туса пурăннине пĕлнине яланах асра тыттăр. 228. Мăшăрĕнчен уйрăлнă хĕрарăм виçĕ уйăх хушши качча тухмасăр пурăнтăр. Вăл Турра ĕненет, явап кунĕ çитессе пĕлет пулсан, хăй пушă мар пулнине ăнлансан çакна ача ашшĕнчен ан пытартăр, хăй пушă мар иккенне арçынна пĕлтертĕр. Çак хыпара илтсен арçыннăн хĕрарăма каялла тавăрса арăм тума тивĕç пур. Арçынпа хĕрарăм пĕр тан: вĕсен иккĕшĕн те пĕр-пĕрин умĕнче тивĕç те, яваплăх та пур. Анчах та арçын шайĕ çÿллĕрех. Мĕншĕн тесен вăл кил-йышшăн, ачисемшĕн яваплă, унăн мăшăрне те, ачисене те тăрантармалла, тăхăнтартмалла. Чăн калатăп: Çÿлти Турă тем тума та пултарать. Вăл аслă, мухтавлă, хăватлă. 229. Арçын хĕрарăмран уйрăлас тенине икĕ хут каласа пĕлтертĕр. Унтан арăмĕпех юлăр е ним тавлашмасăр, ним вăрçăнмасăр ăна ирĕке ятăр, ан чартăр. Çÿлти Турă çирĕплетнĕ йĕркене нихăçан та ан пăсăр. Çавăнпа та хăвăр панă сăмаха тытма пултаратăр пулсан арăма мĕн парнеленине каялла ан ыйтăр, тавăрса пама ан хушăр. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Арçын кăна мар, хĕрарăм та уйрăлас теме пултарать. Çавăнпа та арăмĕ упăшкине мĕн те пулин парса е укçан т ÿлесе уйрăлма, ирĕке яма ыйтни çылăх мар. Çÿлти Турă çирĕплетнĕ йĕрке ку. Турă Сăмахĕнчен нихăçан та ан иртĕр. Мĕншĕн тесен Турă çирĕплетнĕ йĕркесене пăсакан этем чыссăр та намăссăр. 230. Арăмĕнчен уйрăлнă арçын тепĕр чухне мăшăрне каялла тавăрса çĕнĕрен çемье çавăрас тет. Анчах та çапла тума юрамасть. Мĕншĕн тесен хĕрарăмăн малтан урăх арçынна качча тухса унран уйрăлмалла. Вара тин вăл унчченхи упăшки патне таврăнма, унпа çемье çавăрма пултарать. Анчах та вĕсен иккĕшĕн те Çÿлти Турă Сăмахне çирĕп тытса пымалла, чăн тĕнпе пурăнмалла, Турă çирĕплетнĕ йĕркесене пăхăнмалла. Çÿлти Турă Хăй Сăмахне, Хăй çирĕплетнĕ йĕркесене Турра ĕненекен ăслă-тăнлă çынсене ăнлантарса парать. 231. Арăмĕнчен уйрăлас текен арçын палăртнă вăхăт иртиччен (виçĕ уйăх) тăхтатăр та пулни-иртнине манса малашне те мăшăрĕпех пурăнтăр е ăна ирĕке ятăр. Анчах та арçын арăмне сиен к ÿрес е асаплантарас тесе килĕнче тытса ан тăтăр, Турă Сăмахĕнчен иртсе çылăха ан кĕтĕр. Мĕншĕн тесен Турă Сăмахĕнчен иртекен çын хăйне хăй сиен к ÿрет, хăйне хăй асаплантарать. Çÿлти Турă Сăмахне вăйă вырăнне ан хурăр, Турă сире к ÿнĕ ырăлăха нихăçан та ан манăр. Çÿлти Турă сире Сăваплă Коран аячĕсене пĕлтерсе тĕрĕс çул кăтартнине, Вăл сире вĕрентсе çутта кăларнине асра тытăр. Çÿлти Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр. Чăн калатăп: Çÿлти Турă çут тĕнчери мĕн пур чуна пĕлет. 232. Сирĕнтен уйрăлса кайнă хĕрарăм унчченхи упăшкине савать пулсан, упăшки те ăна юратать пулсан вĕсене пĕрлешсе çемье çавăрма ан чарăр, анчах та палăртнă вăхăт иртиччен кĕтĕр. Турра ĕненекен, явап кунĕ çитессе пĕлекен çын çак йĕркене тытса пытăр, Турă хушнинчен ан ирттĕр. Çапла туни сирĕншĕн чыслă та таса пулĕ. Анчах Çÿлти Турă пĕтĕмпех курнине, пĕтĕмпех пĕлнине нихăçан та ан манăр. 233. Ача ашшĕ хирĕç мар пулсан, хĕрарăм тин çуралнă ывăлне е хĕрне икĕ çул хушши кăкăр сĕчĕпе тăрантса пурăнтăр. Çапла туни ачана пысăк усă к ÿрĕ, сывлăхне çирĕплетĕ. Упăшкин арăмне те, ачине те май килнĕ таран апат-çимĕçпе, кĕпе-йĕмпе, тум-тирпе тивĕçтермелле, вĕсемпе яланах ырă кăмăллă пулмалла. Çÿлти Турă пĕр çынна та этем çĕклейми йывăр çĕклем памасть. Турри пулăшсан этем кирек епле лару-тăруран та тухать, пур ыйтăва та татса парать. Нихăçан та ача амăшне тăван ачипе уйăрса ан кÿрентерĕр, ăна ан хĕсĕрлĕр. Хĕрарăм та упăшкине ачине пăхма ытла нумай укçа ыйтса ан к ÿрентертĕр, виçерен ан ирттĕр. Ачашăн амăшне те, ашшĕне те ан кÿрентерĕр. Ача ашшĕ ĕçлейми пулсан, халал хучĕ тăрăх унăн пурлăхне тивĕçекен çын арçынна пăхса пурăнтăр, мĕн кирлипе тивĕçтертĕр. Ашшĕпе амăшĕ пĕр сăмах тупса ачана кăкăр ĕмтерме пăрахтарас тени çылăх мар. Çапла тунинче ним япăххи те çук. Пĕр-пĕр хĕрарăма ачана кăкăр сĕчĕпе тивĕçтерме чĕнсе илни те çылăх мар. Анчах та çав хĕрарăма ĕçĕшĕн тав тума, т ÿллеме ан манăр. Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр. Мĕншĕн тесен Вăл эсир мĕн тунине пĕтĕмпех курать. 234. Упăшки вилсен тăлăха юлнă хĕрарăмсен качча кайма васкамалла мар, тăватă уйăх та вунă кун кĕтмелле. Çапла туса вĕсем çие юлнипе юлманнине пĕлеççĕ тата çут тĕнчерен уйрăлса кайнă упăшкине хисепленине кăтартаççĕ. Палăртнă вăхăт иртсен тăлăха юлнă арăм Турă хушнă пек пурăнса качча тухни унăн тăванĕсене çылăх мар. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă эсир мĕн тунине, эсир мĕнле пурăннине пĕтĕмпех пĕлет. 235. Эсир тăлăха юлнă арăма хăвăр ăна килĕштерни, ăна çураçас тени çинчен систерме пултаратăр. Çапла туни çылăх мар. Мĕншĕн тесен сирĕн мĕн пур шухăш-ĕмĕтĕр те ун çинчен кăна пулĕ. Çÿлти Турă çакна питĕ лайăх пĕлет. Тăлăха юлнă арăма çынран вăрттăн нимĕн те ан шантарăр, авланас тени çинчен пурте илтмелле ан калăр, хăвăр шухăшăра çепĕççĕн систерĕр. Анчах та палăртнă вăхăт иртиччен (тăватă уйăх та вунă кун) кĕтĕр, туй туса пĕрлешме ан васкăр. Адам ывăлĕсем! Турă сирĕн чунăрта мĕн упраннине пĕлнине нихăçан та ан манăр, Ун умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр! Анчах та çав вăхăтрах Вăл сире ăнланнине, сире хĕрхенсе каçарнине яланах асра тытăр! 236. Арçынсем! Эсир мăшăрăртан унпа çывăх пулмасăр, туй парнин виçи пирки калаçса татăлмасăр уйрăлас тени те çылăх мар. Анчах та вĕсене нимсĕр кăларса ан ярăр, туй парнин виçине хăвăр ирĕкпе палăртăр та, арăма парăр. Çавăнпа та туй парнин виçи тивĕçлĕ пултăр: пуян çын хăй пуянлăхне кура патăр, чухăнни мĕн чул пама пултарать, çавăн чухлĕ патăр. Ырă çын çапла тăвать. Ырă çын пулма тăрăшăр. 237. Арçынсем! Эсир мăшăрăртан унпа çывăх пулмасăр, анчах туй парнин виçине палăртнă хыççăн уйрăлас тетĕр пулсан туй парнин çуррине парăр. Анчах та хĕрарăм е унăн çывăх тăванĕ туй парнине илес мар тет пулсан, памасан та пултаратăр. Арçынсем хĕрарăма туй парнине пама шеллеменни, çав вăхăтрах хĕрарăмсем туй парнине илес теменни, уншăн çунманни тĕрĕс. Çапла туни çын чыслă та сăпайлă пулнине кăтартать. Сирĕн пĕр-пĕринпе яланах ырă кăмăллă пулмаллине ан манăр. Чăн калатăп: Çÿлти Турă эсир мĕнле пурăннине, мĕн тунине курать. 238. Турра ĕненекенсем! Çÿлти Турă хушнине пурнăçласа вăхăтра кĕлĕ вулăр тата кĕлĕ йĕркине çирĕп тытса пырăр. Уйрăмах вăтам кĕлĕпе тимлĕ пулăр. Кĕлĕ вуланă чухне Турă умĕнче хăвăра лăпкă тытăр, тем çинчен ан шухăшлăр, таса чун-чĕреллĕ пулăр. 239. Пĕр-пĕр хăрушлăх пур пулсан та кĕлĕ йĕркине ан манăр, Турă хушнине пурнăçласа çуран утнă чухне те, ут утланса пынă чухне те кĕлĕ вулăр. Анчах та инкеке лекес хăрушлăх çук пулсан, кĕлĕ йĕркине çирĕп тытса пырăр, Çÿлти Турă сире эсир хальччен пĕлменнине вĕрентнине асра тытăр. 240. Вилнĕ арçын тăванĕсем унăн тăлăха юлнă арăмне çулталăк хушши упăшки п ÿртĕнче пăхса пурăнччăр, ăна мĕн кирлипе тивĕçтерччĕр, нимĕнпе те ан хĕсĕрлеччĕр, хăваласа ан яччăр. Анчах та хĕрарăм çак килтен хăй ирĕкĕпе тухса каяс, хăй ăсĕ-тăнĕпе килĕш ÿллĕн Турă хушнă пек пурăнас тени çылăх мар. Ăна ан чарăр. 241. Таса чун-чĕреллĕ пулăр, Турă умĕнче çылăха кĕме хăраса тăрăр. Çавăнпа та уйрăлнă чухне арăмăрсене тивĕçлĕ парне парăр, вĕсене ан к ÿрентерĕр. 242. Çапла майпа Çÿлти Турă сире Хăй Сăмахне пĕлтерет, ăнлантарса парать. Тен, эсир Турă Сăмахĕ мĕне пĕлтернине тимлесе илетĕр. 243. Мухаммад! Вилĕмрен хăранипе тăван килĕсене пăрахса çул çÿреве тухнă пиншер çын çинчен каланине илтнĕ ĕнтĕ эсĕ. Турă вĕсене пурне те вĕлернĕ пулнă, унтан чун кĕртнĕ. Чăн калатăп: Çÿлти Турă çынсене хĕрхенет, вĕсене Хăй ырăлăхне парать. Анчах та нумайăшĕ çакна ăнланмасть, Турра тав тумасть. 244. Çĕр çинчи пурнăç ĕмĕр-ĕмĕре тăсăлас çук. Çавăнпа та чăн тĕншĕн, чăнлăхшăн кĕрешĕр, чунăрсене ан хĕрхенĕр. Çÿлти Турă пĕтĕмпех илтнине, пĕтĕмпех пĕлнине яланах асра тытăр. 245. Çапăçу хирне Турă ячĕпе тухакан çынна укçа-тенкĕ, пурлăх парса пулăшăр. Эсир тунă пĕр ырă ĕç те сая каяс çук. Çÿлти Турă эсир тăкакланă пурлăха сире ÿстерсе тавăрса парĕ. Çавăнпа та Çÿлти Турă ячĕпе çапăçу хирне тухакан çынна пулăшма васкăр. Çÿлти Турă ырă тăвакана ырă курмалла, усал тăвакана усал курмалла тăвать. Эсир пурте çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă патне явап тытма таврăнасса ан манăр! 246. Мухаммад! Моисей çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Израиль ывăлĕсемпе мĕн пулса иртни сана шухăша яман-и? Вĕсен пуянĕсем, ятлă-сумлă çыннисем Самуила: “Самуил! Пĕр-пĕр çынна суйласа ил те, ăна пирĕнпе патша пулса пурăнмалла ту! Вăл пире т ÿрĕ çулпа ертсе пытăр, Çÿлти Турă ятне çÿле çĕклес, чăн тĕне х ÿтĕлес тесе тăшмансемпе кĕрешме çапăçу хирне ертсе тухтăр!” – тесе каланă. “Турă сире çапăçу хирне тухма хушсан эсир Унăн Сăмахне итлемерĕр, тăшмана хирĕç тăрас вырăнне килĕрсенче ларса юлтăр пулсан? Ун чухне мĕн калăр-ши эсир?” – тенĕ Самуил. Çак сăмахсем пуян та ятлă-сумлă çынсене чăннипех те тĕлĕнтернĕ. “Мĕншĕн пирĕн Çÿлти Турă Сăмахне итлес мар? Мĕншĕн Ун ячĕпе тăшмансене хирĕç тăрас мар? Суя тĕнпе пурăнакансем пире тăван çĕр-шывран хăваласа янă, пирĕн ачасене тыткăна илнĕ, вĕлернĕ”, – тенĕ вĕсем. Анчах та Çÿлти Турă вĕсене çапăçу хирне тухма хушсан, нумайăшĕ Турă Сăмахне итлемен. Çапла тунипе вĕсем Турра, Самуила, хăйсене хăйсем панă сăмаха тытман. Анчах та çут тĕнчене пултарнă пĕртен-пĕр Турă чыссăр çынсене пурне те пĕлет. Çавăнпа та вĕсем Турă умĕнче явап тытмасăр юлас çук. 247. “Израиль ывăлĕсем! Çÿлти Турă хушнипе Саул патша пулĕ, сире ертсе пырĕ!” – тенĕ Самуил. “Мĕншĕн уйрăмах Саулăн патша пулмалла? Мĕншĕн Çÿлти Турă Саула суйланă? Эпир унран пуянрах та сумлăрах, çавăнпа Саул мар, эпир патша пулма тивĕç!” – тесе каланă пуянсемпе ятлă-сумлă çыннсем. “Çÿлти Турă хăвачĕпе Саул çав тери ăслă та пархатарлă çын. Вăл патшалăх ертÿç и пулма тивĕç, вăл вăрçă ăсталăхне те аван пĕлет. Çавăн пекех Саул вăй-хăват тĕлĕшĕнчен те мухтава тивĕç çын. Чăн калатăп: Çÿлти Турă Хăй кама халăха ертсе пыртарас тет, çавна патшана кăларать. Çакна нихăçан та ан манăр!” – тесе пĕлтернĕ Самуил. 248. “Турă Моисее панă Сăмаха çырса хунă чул хăмисем тата Моисей кил-йышĕпе Аарон кил-йышĕнчен мĕн юлни сирĕн пата таврăнни Саул патша пулма тивĕç пулнине çирĕплетсе парĕ. Çак япаласене сире пирĕштисем тавăрса парĕç. Çак япаласем Израиль ывăлĕсен аллинче пулни сире канлĕх парĕ. Эсир тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненетĕр пулсан, çак пулăмсем сире Çÿлти Турă Сăмахĕ чăнлăхпа тÿ р килнине çирĕплетсе парĕç”, – тенĕ Самуил. 249. Саул çар пухса çула тухсан тăван халăхне çапла каланă: “Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă сире тĕрĕслесе тăрĕ. Эпир юхан шыв хĕррипе иртĕпĕр. Чăтăмлă пулăр! Шăрăх аптратсан та çав юхан шывран шыв ан ĕçĕр. Ĕçсен те пĕр сыпкăмран ытла мар. Çак виçерен иртекен çын Турă Сăмахĕнчен иртет, çавăнпа та вăл тек нихăçан та пирĕнпе пулас çук. Вăл пирĕншĕн ют пулĕ”. Юхан шыв хĕррине тухсан нумайăшĕ Саул каланă сăмаха манса тăраниччен шыв ĕçнĕ. Çавăнпа та юхан шыв урлă Турра ĕненекен, Турă хушнине пурнăçласа пĕр сыпкăмран ытла шыв ĕçмен çынсем кăна каçайнă. Çыран тепĕр енне çитсен вĕсем çарта çав тери сахал çын юлнине курнă. “Голиаф çарне хирĕç тăма пирĕн вăй-хал çитеес çук”, – тенĕ вĕсем кулянса. Анчах та Турра чун-чĕререн ĕненекен, хăйсем çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Çÿлти Турă патне таврăнасса пĕлекен çынсем пĕрре те хуйхăрман: “Турă пулăшнипе пĕчĕк çар пысăк çара миçе хут çĕнтернине аса илĕр!” – тенĕ. Çÿлти Турă чăтăмлă та йывăрлăхран хăраман çынсене нихăçан та пăрахас çук. Вăл вĕсене яланах пулăшса пырать. 250. Голиаф çарĕпе çапăçу пуçлансан Турра ĕненекенсем: “Турăçăм! Чăтăмлăх парсам пире! Пирĕн урана çирĕплĕх парсам! Турăçăм! Суя тĕнпе пурăнакан тăшмана çĕнтерме пулăшсам!” – тесе кĕлĕ тунă. 251. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пулăшнипе чăн тĕнпе пурăнакансем çĕнтернĕ, тăшман çарĕ саланса пĕтнĕ. Давид çав çапăçура хăй çав тери паттăр пулнине кăтартнă, вăл Голиафа вĕлернĕ. Çÿлти Турă ăна Саул хыççăн патша пулмалла тунă, Давида Хăй мĕн вĕрентес тенине вĕрентнĕ. Çÿлти Турă çут тĕнчери халăхсене усал шухăшлă çынсенчен упраман пулсан, таса пурнăçпа пурăнакансене усал шухăшлă çынсенчен х ÿтĕленме май паман пулсан, çĕр чăмăрĕ çинче нихăçан та канлĕх пулмĕччĕ, çынсем пĕр-пĕрне вĕлерсе пĕтерĕччĕç. Анчах та Çÿлти Турă çут тĕнчери мĕн пур чуна хĕрхенет, пурне те ырлăх сунать. 252. Сăваплă Коран – çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Сăмахĕ! Мухаммад! Эпир сана Сăваплă Коран аячĕсене уçса паратпăр. Эпир эсĕ чăннипех те Çÿлти Турă хушнипе çут тĕнчери мĕн пур халăха чăн тĕне йышăнма чĕнсе калакан çын пулнине, эсĕ Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтернине çирĕплететпĕр. 253. Эпир нихăçан та Адам ывăлĕсене Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен çынсене пулăшусăр хăварман. Эпир йĕркеленипе вĕсем пурте пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнă, Çÿлти Турă умĕнче тĕрлĕ шайра тăнă. Пĕрисемпе Эпир Моисейпе калаçнă евĕр калаçнă. Мухаммада Эпир чи çÿллĕ шая хăпартса ăна Сăваплă Коран аячĕсене пĕлтернĕ. Эпир Мария ывăлне Иисуса та пăрахман. Пирĕн хăватпа вăл асамлă ĕçсем тунă: вилнĕ çынна чун кĕртнĕ, чирлĕ çынна сыватнă. Эпир хушнипе ăна Гавриил пирĕшти пулăшса пынă. Çакна пĕлĕр: вĕсем пурте çынсене т ÿрĕ çул çине тăма, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненме чĕнсе каланă. Çÿлти Турă çак çынсем çут тĕнчерен уйрăлса кайсан çут тĕнчене килнĕ халăхсене пĕр-пĕринпе вăрçăнма, тĕн пирки тавлашма чарĕнĕччĕ, анчах та чармасть. Мĕншĕн тесен Вăл этеме пурнăç çулне суйлама ирĕк панă. Çавăнпа та çынсен хушшинче яланах хирĕçÿ те курайманлăх: пĕрисем Турра ĕненеççĕ, теприсем ĕнен ÿсĕр пурăнаççĕ. Çÿлти Турă мĕн пур çынна пĕр сăмах тупма пулăшĕччĕ, мĕн пур ыйтăва татса панă пулĕччĕ. Анчах та Вăл Хăй мĕн тăвас тенине кăна тăвать. 254. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Çÿлти Турă панă ырлăхпа явап кунĕ çитиччен усă курса пурăнăр, Турă панă пурлăха ырă ĕçсем туса тăкаклăр, сая ан ярăр. Явап кунĕ çитсен сире сумлă çынсемпе туслă пулни те, суту-илÿ туса пухнă пуянлăх та пулăшаймĕ. Çав кун пĕр чун та сирĕн хута кĕреймĕ. Суя тĕнпе пурăнакансем тÿрĕ çул çине тăма шутламаççĕ, çавăнпа та вĕсен ĕçĕсем тасамарлăхпа тата тĕрĕсмарлăхпа тулнă. 255. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турăсăр пуçне урăх пĕр турă та çук. Вăл ĕмĕр-ĕмĕр (яланах) чĕрĕ. Çут тĕнче пĕр Ăна пула тытăнса тăрать. Вăл нихăçан та çывăрмасть, ăçта тата мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех илтет, пĕтĕмпех пĕлет. Турă çÿл тÿпешĕн те, çĕршĕн те, çут тĕнчери мĕн пур чуншăн пĕртен-пĕр хуçа пулса тăрать. Çÿлти Турă ирĕк памасан сире кам хÿтте илĕ, сире кам пулăшас тейĕ? Вăл çынсемпе мĕн пулса иртнине те, вĕсене малашлăхра мĕн кĕтнине те пĕтĕмпех пĕлет. Анчах та Адам ывăлĕсем Турă уçса панине кăна пĕлеççĕ. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă тÿпепе те, çĕрпе те пĕртен-пĕр хуçа пулса тăрать. Вĕсене упрасси, вĕсене тытса тăрасси Уншăн пĕрре те йывăр мар. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă – пĕртен-пĕр Турă, пĕр Турă. Вăл пуринчен те аслă, мухтавлă, хăватлă. 256. Этеме вăл е ку тĕне вăйпа йышăнтарни йăнăш. Мĕншĕн тесен Çÿлти Турă тÿрĕ çула ултав çулĕнчен уйăрнă. Суя турăсене, тĕрлĕ сăн-кĕлеткене ĕненес вырăнне тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе пуç çапакан çын чăннипех те çирĕп никĕс тупнă. Вăл тÿрĕ çул çинчен нихăçан та пăрăнас çук. Çынсем! Чăн калатăп: Çÿлти Турă эсир мĕнле пурăннине, мĕн ĕçленине пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех пĕлет. 257. Çÿлти Турă Турра ĕненекенсене пулăшса пырать, тĕрлĕ усалтан упрать. Вăл Турра ĕненекенсене сĕм тĕттĕмрен чăн тĕн çуттине кăларать, тĕрĕс çул çине тăратать. Суя тĕнпе пурăнакансене суя турăсем, тĕрлĕ сăн-кĕлеткесем хÿтĕлеççĕ. Çав суя турăсем вĕсене çутăран тĕттĕме туртаççĕ, тÿрĕ çул çинчен пăрса яраççĕ. Çавăнпа та суя тĕнпе пурăнакансем тамăк вутне кĕрĕç, унта ĕмĕр-ĕмĕрĕпе çунса асапланĕç. 258. Пĕррехинче Нимрод патша Авраампа тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пирки тавлашнине аса ил. Çав çын Турă панă ырлăхпа киленсе пурăннă, чăн тĕнрен пăрăнса нумай турăлăх тĕнне йышăннă, пуянлăхĕпе, чапĕпе мухтаннă. Авраам ăна: “Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă – чăн Турă! Вăл пире пурнăç парнелет, палăртнă вăхăт çитсен вилĕм ярать!” – тенĕ. “Эпĕ те çынна хĕрхенсе ирĕке яратăп та унăн пурнăçне сыхласа хăваратăп. Çавăн пекех эпĕ çынна вĕлерттерме те пултаратăп!” – тенĕ Нимрод. Авраам ăна: “Çÿлти Турă хăвачĕпе хĕвел тухăçра тухать, анăçра анать. Хĕвеле анăçра тухмалла тусам!” – тенĕ. Çак сăмахсем Нимрода тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтернĕ, çавăнпа та вăл Авраама хирĕç тек нимĕн те калайман. Чăн калатăп: Çÿлти Турă суя тĕнпе пурăнакан чыссăр çынна нихăçан та тÿрĕ çулпа уттармасть. 259. Пĕррехинче хаяр тăшман Иерусалим хулине тĕпĕ-йĕрĕпе аркатса та çаратса пĕтернĕ. Ашак çине утланса çул çÿреве тухнă çын çак хула ишĕлчĕкĕсене курсан: “Çак хулара пурăннă çынсем пурте вилсе пĕтнĕ, пĕри те чĕрĕ юлман. Хăрушă тăшман никама та хĕрхенмен. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă çак çынсене те чун кĕртейĕ-ши?” – тенĕ. Çав самантрах Çÿлти Турă ăна вĕлернĕ, анчах та çĕр çул иртсен чун кĕртсе: “Мĕн вăхăт хушши çывăртăн эсĕ?” – тесе ыйтнă. “Нумай çывăрмарăм эпĕ. Пĕр талăк е талăкăн пĕр пайне кăна çывăрса ирттертĕм”, – тенĕ арçын. “Çук! Темиçе сехет те, талăк та мар. Эсĕ пĕр ĕмĕр хушши çывăртăн. Хăвпа пĕрле çула илсе тухнă апат-çимĕçпе шыв çине пăхсам: вăл пĕрре те пăсăлман, çиме юрăхлă. Халĕ ашакпа мĕн пулса иртнине сăна: вăл вилнĕ, ун кĕлетки çĕрсе тăпра пулнă, шăммисем кăна юлнă. Этем! Санпа мĕн пулса иртни ытти çынсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пултăр. Çак самантрах Эпир ашак шăммине пĕрле пухăпăр та какайпа витсе выльăха чун кĕртĕпĕр!” – тенĕ Турă. Арçын çакна курсан чĕререн тĕлĕнсе: “Халĕ эпĕ тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри тем тума та пултарнине, Вăл пуринпе те пĕртен-пĕр хуçа пулнине ăнлантăм!” – тесе каланă. 260. Авраам: “Турăçăм! Эсĕ вилнисене епле майпа чун кĕртнине кăтарсам!” – тесе кĕлĕ тунине аса ил. “Эпĕ тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пулнине, Эпĕ тем тума та пултарнине ĕненместĕн-и эсĕ?” – ыйтнă унран Çÿлти Турă. “Паллах, ĕненетĕп. Анчах та Эсĕ вилнисене епле майпа чун кĕртнине хам куçпа хам курса чунăма лăплантарас тетĕп”, – тенĕ Авраам. Çÿлти Турă Авраама тăватă тĕслĕ кайăк тытса пусма, ашĕсене вакласа пĕр купа туса пăтратма, унтан тăватă пая пайлама, кашни пайне пĕрер сăрт тăррине кайса хума хушнă пулнă. “Авраам! Халĕ çав кайăксене йыхăр та, вĕсем пурте сан пата вĕçсе килнине курăн. Авраам! Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă темĕн те тума пултарнине, Вăл аслă та мухтавлă, хăватлă пулнине пĕлсем!” – тенĕ Турă. 261. Пурлăхне Çÿлти Турă ячĕпе тăкаклама шеллемен çын тулăх çĕр çинче ÿсекен çичĕ пучах кăларнă калча евĕр. Унăн кашни пучахĕнче çĕршер тырă пĕрчи çитĕнет. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă ырă тăвакана пулăшса пырать, Турă ячĕпе тăкакланă пурлăха ÿстерсе тавăрса парать. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри Хăй кама пулăшас тет, çавна пулăшать, телейлĕ тăвать. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă çынсем мĕн ĕçлесе пурăннине пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех пĕлет. 262. Пурлăхне Çÿлти Турă ячĕпе тăкакласа нуша куракансене пулăшакан çын Турă парнине тивĕçĕ. Мĕншĕн тесен вăл çак ырă ĕçе халăхра ырă ят тивĕçес, тав сăмахне илтес тесе тумасть. Унăн тĕп тĕллевĕ – Турă хушнă пек пурăнасси, Турă сăвапне тивĕçесси. Çавăнпа та вăл çынна пулăшсан та эпĕ сана ырă турăм тесе пĕр вĕçĕм аса илтермест, çакăнпа мухтанмасть. Çак этем нимрен те ан хăратăр, ăна никам та к ÿрентермĕ. 263. Нуша куракана пулăшакан, анчах та кайран пĕр вĕçĕмсĕр эпĕ сана пулăшрăм тесе аса илтерсе тăракан çын йăнăш тăвать. Çавăнпа та тепĕр чухне чуна йăпатакан, кăмăла çĕклекен сăмах пĕр-пĕр хаклă япала е укçа парса пулăшнинчен те паха. Ан манăр: Турра сирĕнтен нимĕн те кирлĕ мар. Çÿлти Турă чухăна пулăшма васкаман çынна çав самантрах асап айне тумасть, ăна т ÿрĕ çул çине тăма май парать. 264. Турра ĕненекенсем! Ырă ĕçĕрсене сая ан ярăр! Çынна ырă ята тивĕçес, халăх умĕнче мухтав сăмахне илтес тесе мар, Çÿлти Турă ячĕпе пулăшăр. Нуша куракана пулăшса ырă тунăшăн çав çын мĕн ĕмĕр тăршшĕпех сирĕн умра парăмра пулĕ тесе ан шутлăр, ăна к ÿрентерес тесе пулăшнине ан аса илтерĕр. Турра ĕненекенсем! Турра та, явап кунне те ĕненмен, пурлăхне мухтав сăмахне илтес тесе салатса пĕтернĕ çын евĕр ан пулăр. Мĕншĕн тесен вăл ÿсен-тăрана ÿсме юрăхлă тăпра сийĕпе витĕннĕ сăрт евĕр. Анчах та вăйлă çумăр çуса иртет те тăпрана юхтарса каять, çав сăрт çап-çара та ниме юрăхсăр тăрса юлать. Мухтав сăмахне илтес тесе тунă ĕçсен усси пулас çук, Турăран парне кĕтни те кăлăхах пулĕ. Çÿлти Турă суя тĕнпе пурăнакан çынна нихăçан та т ÿрĕ çулпа ертсе пымасть. 265. Турă кăмăлне кайса Унăн сăвапне тивĕçес, хăй чунĕнче чăн тĕне çирĕплетес тесе нуша куракансемпе чухăнсене пулăшакан çын тăвайккинче вырнаçнă йывăç пахчи евĕр. Вăйлă çумăр çуса иртсен çав пахчара çитĕнекен йывăçсем калама çук нумай çимĕç параççĕ. Анчах та çумăрĕ сахал çусан та вĕсем çимĕçсĕр лармаççĕ. Ан манăр: Çÿлти Турă эсир мĕн туса пурăннине пĕтĕмпех курать. 266. Пĕр çын пальмăлăхпа тата иçĕм пахчипе хуçа пулса пурăннă. Çав пахчара ÿсекен йывăçсем тăп-тăрă çăл куçсемпе шăварăннă, çавăнпа та калама çук нумай çимĕç панă. Анчах та, пахча хуçи ватăлсан çил-тăвăл тухнă та пахча ç иçĕм çапнипе йăлт çунса пĕтнĕ. Малашне пахча хуçи мĕн çисе тăранса пурăнĕ-ши? Мĕнле пăхса ÿстерейĕ-ши вăл пĕчĕк ачисене? Шел ăна! Çынсем! Эсир çав арçын шăпине курас тенĕ пулăттăр-ши? Никам та çак инкеке курас темест. Çапла майпа Çÿлти Турă сире Хăй Сăмахне пĕлтерет, ăнлантарса парать, т ÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калать. Тен, çакă сире шухăша ярĕ. 267. Турра ĕненекенсем! Хăвăр ĕçлесе илнĕ пурлăхăн чи лайăх та пахалăхлă пайне кăна тата çĕр çинче мĕн çитĕнтернине Çÿлти Турă ячĕпе тăкаклăр. Анчах та çак япаласен пахалăхĕ çав тери начар пулсан, вĕсене нихăçан та Çÿлти Турă ячĕпе ан парăр. Мĕншĕн тесен çак ниме тăман япаласене илнĕ чухне хăвăр та çÿçеннипе куçăрсене хупатăр. Çакна пĕлĕр: Турă пуринчен те пуян. Ăна нимĕн те кирлĕ мар. Унăн пĕтĕмпех пур. Вăл аслă, мухтавлă. 268. Шуйттан сире пурлăхăра Турă ячĕпе тăкакласан, Çÿлти Турă ячĕпе çынсене пулăшса пырсан чухăна тăрса юлатăр тесе хăратать, хытма чĕнсе калать. Анчах та Çÿлти Турă сире çынсене пулăшса пыма, ырă тума чĕнсе калать, çакăншăн Вăл сире Хăй каçарăвне шантарать, эсир çак пурнăçра та, леш тĕнчере те ырлăх курасса ĕнентерет. Чăн калатăп: Çÿлти Турă пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех пĕлет. 269. Çÿлти Турă кама ăс-тăн парас тет, çавна парать. Çакă калама çук пысăк ырлăх. Мĕншĕн тесен ăслă-тăнлă çын Сăваплă Коран чăнлăх пулнине ĕненет, Турă Сăмахĕпе килĕш ÿллĕн пурăнать, ытти çынсемпе яланах ырă кăмăллă тата тарават пулать. 270. Çÿлти Турă эсир Ун ячĕпе кирек мĕн тăкакланине те, тупа туса сăмах панине те пĕлет. Ан манăр: явап кунĕ çитсен чыссăр çынна никам та х ÿтĕлемĕ, никам та ăна тамăк асапĕнчен çăлса хăварас темĕ. 271. Эсир чухăн çынна пурте курмалла мĕн те пулин парса е мĕн те пулин туса пулăшни, паллах, ырă ĕç. Анчах та çынна вăрттăн, никам та ан куртăр тесе пулăшни татах та паха. Мĕншĕн тесен çапла туни эсир çынна Çÿлти Турă ячĕпе пулăшнине, халăхра ырă ят тивĕçес тесе çунманнине кăтартса парать. Çак ырă ĕçшĕн Çÿлти Турă сирĕн хăш-пĕр çылăхăрсене каçарĕ. Чăн калатăп: Вăл эсир мĕн тунине, мĕн ĕçлесе пурăннине пĕтĕмпех пĕлет. 272. Мухаммад! Çынсене тÿрĕ çул çине тăратса çак çулпа ертсе пырасси, вĕсене ырă ĕçсем тутарасси сан тивĕçÿ мар. Санăн çынсене Çÿлти Турă уçса панă Сăваплă Коран аячĕсене пĕлтермелле. Çÿлти Турă Хăй кама чăнлăх çулĕ çине кăларас тет, çавна т ÿрĕ çулпа уттарать. Çÿлти Турă ячĕпе çынсене пулăшни – хăвăршăн тăрăшни, хăвăра хăвăр усă к ÿни. Турра юрас тесе этеме мĕн те пулин туса пулăшакана, мĕн те пулин паракана Çÿлти Турă нихăçан та пăрахмĕ, ырлăх курмалла тăвĕ, нимпе те кÿрентермĕ. 273. Чăн тĕне тăшмансенчен х ÿтĕлесе суккăр юлнă, суту-илÿ тăвайми, ĕçлейми пулнă çынсене пулăшăр, пурлăхăн пĕр пайне вĕсене парса пулăшма ан хĕрхенĕр. Вĕсем нуша кураççĕ пулин те нихăçан та никамран та пулăшу ыйтмаççĕ, йывăрлăхра хăйсене чăтăмлă тытаççĕ. Çавăнпа та ытти çынсем вĕсен хуйхи-суйхине курмаççĕ, вĕсене пуян пурăнаççĕ тесе шутлаççĕ. Çÿлти Турă эсир кама тата мĕн парса пулăшнине, пурлăхăн хăш пайне панине пĕлсе тăрать, эсир тунă ырă ĕçсене сая ямасть. 274. Хăйĕн пурлăхне Çÿлти Турă ячĕпе çĕрле, кун çутинче вăрттăн тата пурте курмалла çынсене парса пулăшкана Турă ырăлăхĕ кĕтет. Вĕсен нимрен те хăрамалла мар, пуласлăх çинчен шутласа кулянмалла мар. Çак çынсене никам та к ÿрентермĕ. Çÿлти Турă яланах вĕсемпе пулĕ. 275. Кивçен панă укçашăн каялла ытларах илекен нихăçан та канăç тупаймĕ. Явап кунĕ çитсен вăл шуйттан аллине лексе ăсне-тăнне çухатнă çын евĕр пулса чĕрĕлĕ те çĕр айĕнчен тухĕ. “Суту-илÿ туса услам илни те, кивçен панă укçашăн каялла ытларах илни те ырă ĕç. Ним япăххи те çук кунта!” – тенĕ вăл. Çапла каласа çынсене пăтраштарнăшăн, Турă Сăмахне йышăнманшăн асап кĕтет ăна. Мĕншĕн тесен Çÿлти Турă çынсене суту-илÿ тума ирĕк панă, кивçен панă укçашăн каялла ытларах илме чарнă. Турă пĕлтернĕ Сăмаха илтсе вăл чăнлăх пулнине ĕненекен, малашне хăйне кивçен панă укçашăн каялла ытларах илме пăрахакан çыннăн çылăхĕсем каçарăнаççĕ. Мĕншĕн тесен Çÿлти Турă çак этеме каçарать. Турă пĕлтернĕ Сăмаха илтсен те усал ĕçне пăрахман, çав-çавах кивçен панă укçашăн каялла ытларах илекен çын ĕмĕр-ĕмĕрĕпе тамăкра çунса асапланĕ. 276. Çÿлти Турă çынсене кивçен панă укçашăн каялла ытларах илме чарать, çак киревсĕр ĕçпе аппаланакана çукка хăварать. Çÿлти Турă çынсене пĕр-пĕрне май килнĕ таран пулăшма хушать, ырă тăвакана пăрахмасть, çукка хăвармасть. Ан манăр: чыссăр та намăса çухатнă, Турра тав тума пĕлмен этеме çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă юратмасть. 277. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе Унăн Сăмахне итлекен, усал ĕçрен сыхланса ырă ĕçсем тăвакан, кĕлĕ вулакан, чухăнсемпе нуша куракансене пулăшакан çынна Çÿлти Турăран çав тери хаклă парне кĕтет. Çак этем малашрăхра мĕн куратăп-ши тесе пĕрре те ан кулянтăр. Ăна никам та к ÿрентермĕ. 278. Турра ĕненекенсем! Çÿлти Турă умĕнче çылăха кĕме хăраса тăрăр! Турра ĕненетĕр пулсан, унччен кивçен панă укçашăн ытлараххине т ÿлеме ан ыйтăр, çак укçана каçарăр. 279. Каçармастăр пулсан, çав-çавах кивçен панă укçашăн ытлараххине тÿлеме ыйтатăр пулсан, çакна пĕлĕр: эсир Турра тата Унăн Сăмахне пĕлтерекен çынна хирĕçлетĕр, вĕсене хирĕç тăратăр. Ытлараххине каçарсан та эсир çукка тăрса юлмăр. Мĕншĕн тесен кивçен панă укçа е пурлăх пур-пĕрех сирĕн пата таврăнать, унăн виçи вара ытларах та, сахалрах та мар, шăп та лăп хăвăр панă чухлĕ пулать. 280. Кивçен илнĕ çын йывăр лару-тăрăва лексен, парăмне т ÿлесе таттарма ан васкатăр, унăн ĕçĕсем лайăхланасса кĕтĕр. Анчах та çав тери йывăр лару-тăрăва лекнĕ çын парăмне каçарни – калама çук ырă та мухтава тивĕç ĕç. Ăнланăр çакна. 281. Çынсем! Çÿлти Турă патне тавăрнас кунран хăраса тăрăр. Ун чухне кашни чун çĕр çинчи пурнăçĕшĕн явап тытса хăй мĕн тивĕçнине туллин тутанĕ. Анчах та пĕрне те айăпсăр асаплантармĕç, пĕр чуна та тĕрĕс мар пулса к ÿрентермĕç. 282. Турра ĕненекенсем! Йывăр лару-тăрăва лекес мар тесен пĕр-пĕр япалана кивçене илнине е кивçене панине хут çине çырса хурăр. Суту-илÿ тунă чухне те мĕн пирки калаçса татăлнине хут çине тĕрĕс çырăр, тĕрлĕ пăтăрмах сиксе тухасран сыхланăр. Килĕшĕве хут çине çыракан йăнăш ан ятăр, Çÿлти Турă Сăваплă Коран урлă мĕн хушнине çирĕп тытса пытăр. Кивçен паракан çын кивçен илекен çын ăна мĕн каланине пĕтĕмпех çырса пытăр, Çÿлти Турă умĕнче çылăха кĕме хăратăр та суя сăмах хушса çырасран, мĕн те пулин сиктерсе хăварасран сыхлантăр. Кивçен илекен çын ăс-тăн тĕлĕшĕнчен хавшак пулсан, ытла ватă е ытла çамрăк пулнăран хăй мĕн тунине туллин ăнланмасан, килĕшĕве епле калăпламаллине пĕлмесен ун вырăнне пĕр-пĕр шанчăклă çын килĕш ÿре мĕн çырмаллине каласа пытăр. Çакна икĕ арçын çирĕплетсе паччăр, мĕн-мĕн пулса иртнине курса тăччăр. Анчах та çывăхра икĕ арçын çук пулсан хăвăр шаннă пĕр арçынпа икĕ хĕрарăма чĕнсе илĕр. Мĕншĕн тесен пĕр хĕрарăмĕ килĕш ÿре мĕн çырнине мансан та тепри ăна аса илтерĕ. Сире çынсем пĕр-пĕрин хушшинчи килĕшĕве çирĕплетсе пама ыйтаççĕ пулсан, вĕсене пулăшăр, пăрăнса ан утăр. Кивçен виçи пысăккипе пĕчĕккине ан пăхăр, çакна хут çине çырса çирĕплетме ан ÿркенĕр. Çавăн пекех парăма хăçан парса татмаллине те палăртăр. Çапла туни тĕрĕс, Турă Сăмахĕпе килĕшсе тăрать, тĕрлĕ пăтăрмах, тавлашу сиксе тухасран упрать. Анчах та пĕр-пĕр япалана т ÿрех укçан т ÿлесе илнине хут çине çырса пымасан та çылăх мар. Вăл е ку ĕçре пĕр-пĕр çынна чĕнсе хăвăр хушшăрти килĕшĕве çирĕплетме ыйтăр. Анчах та çакна ас тăвăр: килĕшĕве хут çине çырса пыракан е килĕшĕве çирĕплетсе паракан çынна ан к ÿрентерĕр. Ăна хĕсĕрлекен хăй çине чăннипех те çав тери пысăк çылăх илет. Турă умĕнче çылăха кĕме хăраса тăрăр. Вăл сире яланах ырра вĕрентет, пурнăçри тĕрĕс çула кăтартса пырать. Ан манăр: Вăл çут тĕнчери мĕн пур чун мĕн тунине, мĕн ĕçленине пĕлсе тăрать. 283. Çул çÿреве тухсан килĕшĕве хут çине çырма пултаракан çын çумра пулмасан та пултарать. Ун чухне кивçен илекен çын парăмне парса татиччен кивçен паракан çынна мĕн те пулин парса хăвартăр. Çапла туни этем кивçене тавăрса парас тенине çирĕплетет. Анчах та кивçен илекен çынна шанатăр пулсан, упрама панă пурлăха каялла тавăрăр. Чăн тĕне çирĕп тытса пырăр, тĕнчесен Турри умĕнче çылăха кĕме хăраса тăрăр. Хăвăр мĕн курнине курман ан тейĕр, хăвăр мĕн илтнине илтмен ан тейĕр, хăвăр мĕн çирĕплетнине çирĕплетмен ан тейĕр. Сăмахне тытман çын çылăха кĕрет. Çÿлти Турă эсир мĕн туса пурăннине пĕлсе тăрать. 284. Çÿлти Турă т ÿпепе те, çĕрпе те, т ÿпери тата çĕр çинчи мĕн пур чунпа та пĕртен-пĕр хуçа пулнине пĕлсе тăрăр! Вăл эсир кирек мĕн тунине те, чунăрсенче кирек мĕн упранине те пĕтĕмпех пĕлет, çавăнпа та сире çакăншăн явап тыттарĕ, эсир мĕн тивĕçнине парĕ. Турă кама каçарас тет, каçарĕ, кама асап кăтартас тет, асаплантарĕ. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă çут тĕнчери мĕн пур чунпа пĕртен-пĕр хуçа пулса тăрать. 285. Этемлĕхе Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен, чăн тĕне таврăнма чĕнсе калакан çын тата Турра ĕненекенсем Сăваплă Коран Çÿлти Турă Сăмахĕ пулнине ĕненнĕ. Вĕсем тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине, Унăн пирĕштийĕсене ĕненеççĕ, Çÿлти Турă панă кĕнекесене, Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен çынсене йышăнаççĕ. Вĕсем Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен, чăн тĕне таврăнма чĕнсе калакан çынсене уйăрмаççĕ, пурне те пĕр-пекех хисеплесе чыс тăваççĕ. “Эпир Турă Сăмахне илтрĕмĕр те Турă хушнине пăхăнтăмăр. Турăçăм! Каçарсам пире! Турăçăм! Çут тĕнчерен уйрăлса кайсан эпир пурте Сан пата таврăнатпăр!” – теççĕ вĕсем. 286. Çÿлти Турă пĕр этеме те çын йăтайми çĕклем памасть. Кашниех хăй тивĕçнине туллин тутанĕ. Мĕншĕн тесен ырă ĕç çынна усă кÿрет, усал ĕç сиен к ÿрет. Турра ĕненекенсем! “Турăçăм! Эпир мĕн те пулин маннă пулсан, йăнăш тунă пулсан каçарсам пире! Турăçăм! Пире ĕлĕк-авал пурăннă халăхсен шăпине курасран упрасам! Турăçăм! Пире эпир йăтайман çĕклем ан парсам! Упраканăм! Каçарсам пире, хĕрхенсем! Турăçăм! Суя тĕнпе пурăнакан çынсене хирĕç тăма пулăшсам!” – тесе кĕлĕ тăвăр.

3. “Имран йăхĕ” ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Алиф. Лям. Мим. 2. Çут тĕнчене пултарнă Турă – пĕртен-пĕр Турă. Вăл чĕрĕ, Вăл аслă, хăватлă. Вăл çут тĕнчепе пĕртен-пĕр хуçа пулса тăрать. Çут тĕнчери мĕн пур чун Ăна пăхăнса пурăнать. 3. Мухаммад! Çÿлти Турă сана Хăй Сăмахне пĕлтернĕ. Вăл Коран аячĕсем урлă унчченхи кĕнекесен чăнлăхне çирĕплетнĕ, этемлĕхе Коран аячĕсем урлă пĕлтернĕ чăнлăха çирĕп тытса пыма хушнă. Тора тата Евангели – Çÿлти Турă панă кĕнекесем. 4. Ĕлĕк çынсем Çÿлти Турă вĕсем урлă мĕн пĕлтернине çирĕп тытса пынă, хăйсен пурнăçне çав кĕнекесенче çырнине шута илсе йĕркеленĕ. Çавăн пекех ырăпа усала уйăракан, этемлĕхе тĕрĕс çул кăтартакан Коран аячĕсем те – Çÿлти Турă Сăмахĕ. Чăн калатăп: Çÿлти Турă хăвачĕпе чăн тĕне, Çÿлти Турă пĕртен-пĕр Турă пулнине ĕнентерекен пулăмсемпе паллăсене йышăнман чун шăпи çав тери кичем. Ăна асап тата çухату кĕтет. Вăл телейсĕр. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Турă аслă, хăватлă. Вăл чăн тĕне хирĕçлекен чунсене тивĕçлипе тавăрса парать. 5. Чăн калатăп: Çÿлти Турă пуриншĕн те пĕртен-пĕр хуçа. Пĕр чун та Унран çĕр çинче те, т ÿпере те тарса пытанаяс çук. 6. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри сире пурнăç парса Хăй кăмăлне кура сирĕн кĕлеткĕре, сăн-сăпатăра йĕркелет. 7. Мухаммад! Çут тĕнчене пултарнă Турă Сана Хăй Сăмахне пĕлтернĕ. Сăваплă Коран – Çÿлти Турă Сăмахĕ. Сăваплă Коранра т ÿрĕ пĕлтерĕшлĕ йĕркесем пур. Вĕсем кĕнекен тĕп пайĕ, кĕнеке тĕшши. Çавăн пекех кĕнекере çав тери тарăн шухăшлă, тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ йĕркесем те пур. Чĕрисенче чăн тĕнрен пăрăннă çынсем вĕсене тĕп вырăна хураççĕ, çав йĕркесене хăйсене кирлĕ пек ăнлантраса халăха пăтратаççĕ, халăха вăрçăнтараççĕ, Турра ĕненекенсене улталаса суя çулпа уттараççĕ. Анчах та çав йĕркесен чăн пĕлтерĕшне пĕр Çÿлти Турă çеç пĕлет. Турра ĕненсе чăн тĕне çирĕп тытса пыракансем: “Эпир Сăваплă Корана йышăнтăмăр! Сăваплă Коран аячĕсем – Çÿлти Турă Сăмахĕ!” – теççĕ. Анчах та ăслă-тăнлă çынсем çеç çакна ăнланаççĕ, вĕрентнине йышăнаççĕ. 8. Турăçăм! Эсĕ пире Хăв Сăмахна пĕлтертĕн, пире тĕттĕмрен çутта кăлартăн. Сан хăватупа эпир чăн тĕне йышăнтăмăр, т ÿрĕ çул çине тăтăмăр. Çавăнпа та пире суя çул çине таврăнасран, усал туса çылăха кĕресрен упрасам, ырăлăхна парсам! Эсĕ чăннипех те пире илтетĕн, эпир мĕн ыйтнине пĕлетĕн, эпир мĕн ыйтнине паратăн! 9. Турăçăм! Явап кунĕ – чăнлăх. Çав кун çитсен Эсĕ пурне те Хăвăн умна пухăн, мĕн пур çынна ĕçĕсемпе шухăшĕсемшĕн явап тыттарăн. Çÿлти Турă Хăй Сăмахне çирĕп тытать, Çÿлти Турă мĕн шантарни – чăнлăх! 10. Чăн тĕне йышăнман, суя тĕне суйланă çынсен шăпи çав тери кичем. Вĕсем пуянлăхпа чапшăн çунаççĕ, укçи-тенкипе усă курса, ачисене шанса тамăк асапĕнчен çăлăнса юлма ĕмĕтленеççĕ. Анчах та укçи-тенки те, ачийĕсем те вĕсене пĕр усă та к ÿрес çук. Çак мĕскĕн чунсем тамăкра çунса асапланĕç, тамăк вутти пулĕç. 11. Çак мĕскĕн чунсен шăпи Фараон шăпи евĕр. Çак мĕскĕн çынсен шăпи унччен пурăннă халăхсен шăпи евĕр. Вĕсем те чăн тĕне йышăнман, Çÿлти Турă Сăмахне ĕненмен. Вĕсем хăйсен çылăхĕсемшĕн, хăйсен тасамарлăхĕшĕн асап курнă. Çÿлти Турă Сăмахĕнчен иртекене хăрушă асап кĕтет, суя тĕнпе пурăнакансен шăпи хăрушă. 12. Мухаммад! Чăн тĕне йышăнман, сана пулăшма килĕшмен çынсене çапла пĕлтер: “Эсир телейлĕ пулаймăр. Çак тĕнчере эсир пур-пĕрех çукка юлатăр, явап кунĕ çитсен тамăка кĕретĕр. Çав тери хăрушă вырăн кĕтет сире!” 13. Икĕ çар çапăçу хирĕнче тĕл пулни сире шухăша ятăр, чăн тĕне йышăнма хистетĕр. Пĕр çарĕ чăн тĕне çирĕп тытса пыракансенчен тăнă. Вĕсем Çÿлти Турă ятне мухтаса пурăннă, чăн тĕне тăшманран х ÿтĕленĕ, таса чун-чĕреллĕ пулнă. Тепĕр çарĕ суя тĕнпе пурăнакан, Турра ĕненмен çынсенчен тăнă. Суя тĕнпе пурăнакансен йышĕ Турра ĕненекенсенчен икĕ хут ытларах пулнă. Анчах та çут тĕнчене пултарнă Турă Хăй кама пулăшас тет, çавна пулăшать. Унăн хăвачĕпе чăн Турра ĕненекенсем çĕнтер ÿпе таврăннă. Чăн калатăп: çак пулăм чăн тĕне йышăнма хистет, Çÿлти Турă Сăмахĕ чăнлăх пулнине ĕнентерет. 14. Чăн калатăп: этем ĕмĕрхи пурнăçа хаклама пĕлмест. Хĕрарăмра тупнă киленÿ, çын умĕнче мухтанмалăх ывăлĕсем, нумай çул хушшинче пухнă ылтăнпала кĕмĕл, чуна савăнтаракан ăйăрсем, выльăх-чĕрлĕх, улăх-çаран унăн пуçне çавăрать, тыткăна илет. Анчах та çут тĕнчери киленÿ вăхăтлăх кăна. Леш тĕнче киленĕвĕ ĕмĕрлĕх. Чăн тĕнпе пурăнакан чурисемшĕн Çÿлти Турă калама çук чаплă вырăн хатĕрленĕ. 15. “Сире эсир çак тĕнчере тупнă пуянлăхран чаплă пуянлăх çинчен, çак тĕнчере тупнă килен ÿрен аслă киленÿ çинчен каласа парам-и?” – тесе ыйт. Çÿлти Турă умĕнче çылăха кĕме хăракан, Турă Сăмахне сума сăвакан, чăн тĕне çирĕп тытса пурăнакан, Çÿлти Турă сăвапне шыракан чуна юхан шывсемпе пуян çăтмах сачĕсем, çылăхран таса мăшăрсем кĕтеççĕ. Çÿлти Турă таса чун-чĕреллĕ чурисемпе кăмăллă. Вĕсем çăтмах сачĕсенсе тупнă киленÿ ĕмĕр-ĕмĕре тăсăлĕ. Чăн калатăп: Çÿлти Турă пĕтĕмпех курать. 16. “Турăçăм! Эпир Сан Сăмахна йышăнтăмăр, Сана ĕнентĕмĕр. Турăçăм! Каçарсам пирĕн çылăхсене, пире тамăк асапĕнчен çăлсам!” – тесе кĕл тăвакансене илтет. 17. Вĕсем чăтăмлă, вĕсем суймаççĕ, вĕсем яланах тĕрĕссине калаççĕ, вĕсем Çÿлти Турă пилленине йышăнаççĕ, вĕсем Çÿлти Турă Сăмахне çирĕп тытса пурăнаççĕ, вĕсем чухăнсене май килнĕ таран пулăшаççĕ, инкеке лекнĕ çынна пăрахмаççĕ, шурăмпуç çуталса килнĕ вăхăтра Турра мухтаса кĕлĕ вулаççĕ. 18. Çут тĕнчене пултарнă Турă Хăй Сăмахĕнче Вăл Хăй пĕртен-пĕр Турă пулнине ăнлантарать. Пирĕштисем, ăслă-тăнлă çынсем Çÿлти Турă пĕртен-пĕр Турă пулнине çирĕплетсе калаççĕ. Çÿлти Турă хăвачĕпе çут тĕнче тытăнса тăрать, Çÿлти Турă çирĕплетнĕ йĕрке тĕрĕс. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Турă – пĕртен-пĕр Турă, урăх пĕр турă та çук. Вăл аслă, хăватлă, мухтавлă. 19. Чăн калатăп: ислам – Çÿлти Турă çирĕплетнĕ тĕн. Вăл çут тĕнчери мĕн пур чуна çак тĕнпе пурăнма пилленĕ, çак тĕне çирĕп тытса пыма хушнă. Кĕнеке халăхĕсем Çÿлти Турă пилленĕ тĕне упрайман. Вĕсем чăнлăха пĕлнĕ, Çÿлти Турă Сăмахне илтнĕ, анчах та пĕр-пĕрне ăмсанни, пĕр-пĕрне курайманни тата Турă Сăмахне ăнланманни вĕсене т ÿрĕ çулпа утма паман. Çавăнпа та кĕнеке халăхĕсем Çÿлти Турă пилленĕ тĕне хăйсене кирлĕ пек улăштарнă, хăйсен кăмăлне тивĕçтерме тăрăшнă. Çÿлти Турă Сăмахне йышăнман чун явап тытма хатĕрлентĕр. Турă хушни çав самантрах пурнăçланать. 20. Чăн тĕне сивлекенсемпе ан тавлаш. Эсĕ вĕсене Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтернĕ, тĕрĕс çул кăтартнă. “Эпĕ тата ман сăмахăма йышăнакансем тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе пурăнатпăр,” – тесе пĕлтер вĕсене. “Çÿлти Турă чăн тĕне палăртнă, чăн тĕне çирĕплетсе паракан пулăмсем кăтартнă, Хăй Сăмахне пĕлтернĕ. Çавăнпа та ислам тĕнне йышăнăр!” – тесе кала кĕнеке халăхĕсене тата нумай турăлăх тĕнĕпе пурăнакансене. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе ислам тĕнне йышăнсан вĕсем т ÿрĕ çул çине тăрĕç. Анчах та вĕсем чăн тĕне сивлени, чăн тĕнрен пăрăнни сана çылăх мар. Эсĕ Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтеретĕн, чăн тĕне йышăнма чĕнсе калатăн кăна. Çут тĕнчене пултарнă Турă Хăй чурисем мĕн ĕçлесе пурăннине, мĕнле шухăш-ĕмĕтпе пурăннине пĕлет. 21. Çÿлти Турă Сăмахне йышăнман чунсене, чăн тĕне Çÿлти Турă пултарнипе çирĕплетекен пулăмсене ĕненмен чунсене, Çÿлти Турă Сăмахĕпе килекен тата Турă Сăмахне çирĕп тытса пыма хистекен çынсене вĕлерекенсене тамăк асапĕ кĕтет. Çак хыпара пĕлтер вĕсене. 22. Вĕсем çав тери телейсĕр! Çак пурнăçри ĕçĕ вĕсен сая кайĕç, леш тĕнчере вĕсене пулăшакан та, х ÿтĕлекен те пулмĕ. 23. Çÿлти Турă кĕнеке халăхĕсене Хăй Сăмахĕн пĕр пайне çеç панă пулнă. Мухаммад, эсĕ çакна пĕлнĕ-и? Вĕсем пирки шухăшланă-и? Чăн тĕнпе пурăнакансем кĕнеке халăхĕсене Çÿлти Турă пĕлтернĕ Сăмаха (Корана) йышăнма чĕнсе калаççĕ. Мĕншĕн тесен Коран аячĕсем мĕн пур ыйтăва татса параççĕ, т ÿрĕ çул кăтартаççĕ. Анчах та хăшĕ-пĕри Турă Сăмахне йышăнмасть, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненмест. Çак мĕскĕн чун чăнлăха сутса ултав туяннă, чăн тĕне сутса суя тĕне парăннă. 24. “Усал туса çылăха кĕнĕшĕн эпир тамăк вутĕнче темиçе кун хушши çеç çунса асапланăпăр”, – теççĕ вĕсем. Çак мĕскĕн чунсем хăйсен шухăш-ĕмĕчĕсемпе улталаннă та хăйсен тĕнне упрама пĕлмен. Çавăнпа та вĕсем суя çулпа утаççĕ, Çÿлти Турă Сăмахне ăнланмаççĕ. 25. Анчах та явап кунĕ çитĕ те, Эпир вĕсене пурне те Хамăр ума пухăпăр. Çав кун çут тĕнчене килнĕ мĕн пур чун Çÿлти Турă умĕнче явап тытĕ, хăй мĕн тивĕçнине пĕлĕ. Ун чухне пĕр чуна та к ÿрентермĕç, пуринпе те тĕрĕс пулĕç. Çÿлти Турра ĕненмен, Çÿлти Турă Сăмахне йышăнман чунсемпе мĕн пулса иртĕ-ха çав кун? 26. “Турăçăм! Пĕр Эсĕ çеç хăватлă, аслă! Пĕр Эсĕ çеç çут тĕнче патши! Пĕр Эсĕ пилленипе çеç вăл е ку çын пуçлăх пулса тăрать, хисепе тивĕçет те пуянлăх пухать. Пĕр Эсĕ пилленипе çеç вăл е ку çын пуçлăх пулма пăрахать, пуянлăхпа витĕмлĕхне çухатать. Пĕр Эсĕ пилленипе çеç вăл е ку çын чапа тухать. Пĕр Эсĕ пилленипе çеç вăл е ку этем çын кулли пулать. Мĕн пур ырăлăх Сан аллунта! Эсĕ çут тĕнчери мĕн пур чунпа, мĕн пур япалапа пĕртен-пĕр хуçа пулса тăратăн! 27. Çут тĕнчери мĕн пур чун, мĕн пур япала Çÿлти Турă çирĕплетнĕ йĕркесене пăхăнса тăрать. Эсĕ каç тăршшĕне катса кун тăршшĕне ÿстеретĕн, кун тăршшĕне катса каç тăршшĕне ÿстеретĕн. Эсĕ чунсăр япаларан чун кăларатăн, чĕрĕ чунран чунсăр япала кăларатăн. Эсĕ пултарнă чунсенчен Хăв суйланисене пурăнма мĕн кирлине йăлтах паратăн”, – тесе кала. 28. Чăн тĕнпе пурăнакансем тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненекенсене манса суя тĕнпе пурăнакансенчен пулăшу ыйтни, вĕсемпе пĕр шухăшлă пулни киревсĕр. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненекенсене манса суя тĕнпе пурăнакансенчен пулăшу ыйтакан, вĕсемпе пĕр шухăшлă пулакан çын Çÿлти Турă Сăмахĕнчен иртет. Анчах та инкекрен упранни çылăх мар. Çÿлти Турă сире чăн тĕне çирĕп тытса пыма, т ÿрĕ çулпа утма хушать, асăрхаттарса калать. Чăн калатăп: эсир пурте тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри патне таврăнатăр. 29. “Çут тĕнчене пултарнă Турă эсир мĕн пирки шухăшланине, мĕн ĕмĕтленнине те, мĕн тунине те, мĕн каланине те пĕлет. Çÿлти Турă т ÿпере тата çĕр çинче мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех пĕлет. Вăл çут тĕнчери мĕн пур чунпа пĕртен-пĕр хуçа!” – тесе кала. 30. Явап кунĕ çитсен этем хăй пурнăçĕнче тунă ырă ĕçĕсене те, усал ĕçĕсене те курĕ. Мĕн пур çылăхĕ унăн куçĕ умĕнче пулĕ. Çавăнпа пĕр çын та явап кунне кĕтмест, çав куна васкатма шутламасть. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри çынсене Хăй Сăмахне пĕлтерет, чăн тĕне вĕрентет, т ÿрĕ çулпа утма хушать, асăрхаттарать. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Турă Хăй чурисене хĕрхенет, ăнланать. 31. “Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине юрататăр пулсан, ман сăмаха итлĕр, Турă Сăмахне йышăнăр, вара тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри сире юратĕ, çылăхăрсене каçарĕ”, – тесе пĕлтер. Чăн калатăп: Çÿлти Турă хĕрхенет, каçарать, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене ырлăх сунать. 32. “Çÿлти Турă Сăмахне йышăнăр, чăн тĕнпе пурăнăр, Çÿлти Туррă пăхăнăр. Çÿлти Турă Сăмахĕпе килнĕ çынна итлĕр, вăл вĕрентсе каланине йышăнăр! Турă Сăмахĕнчен пăрăнса утнă чун çакна пĕлтĕр: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри суя тĕнпе пурăнакана юратмасть. Суя тĕнпе пурăнакан телейсĕр пулĕ”, – тесе кала. 33. Çÿлти Турă Адама, Ноя, Авраам йăхне тата Имран йăхне çут тĕнчери чунсенчен суйласа илнĕ, вĕсене Хăй Сăмахне пĕлтернĕ, çынсене т ÿрĕ çул çине тăма, чăн тĕне таврăнма чĕнсе калама янă, хисепе кăларнă. 34. Çак чунсем пурте пĕр йăхран пулнă, Турă пилленипе пĕрин хыççăн тепри килсе çынсене Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтернĕ. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пĕтĕмпех илтет, пĕтĕмпех курать. 35. Имран йăхĕнчи хĕрарăм: “Турăçăм! Чĕре айĕнче йăтса çÿрекен ачана эпĕ Сана халаллама тупа туса шантарнă. Вăл пурнăçне Турĕ çуртĕнче Сана пуç çапса, Сана мухтаса пурăнса ирттерĕ. Йышăнсам ăна манран. Эсĕ чăннипех те пĕтĕмпех илтетĕн, пĕтĕмпех пĕлетĕн”, – тесе кĕл тунă. 36. Çăмăллансан вăл: “Турăçăм! Манăн хĕр çуралчĕ”, – тенĕ. Çÿлти Турă çак хĕрарăмăн кам çуралассине пĕлнĕ, арçын ачапа хĕр ача пĕр мар-çке. “Эпĕ ăна Мария ят хутăм. Турăçăм! Ман хĕрĕме тата унăн пулас ачисене Турă Сăмахĕнчен иртсе çылăха кĕнĕ шуйттанран тата шуйттан илсе килекен усалран упрасам!” – тесе кĕл тунă Имран йăхĕнчи хĕрарăм. 37. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри хĕре йышăннă, ăна телейлĕ шăпа пиллесе Çÿлти Турă ырăлăхне курса пурăнмалла тунă, усалтан, усал туса çылăха кĕресрен упранă. Çÿлти Турă пилленипе Марийăна Захария пăхса пурăннă, вăл хĕре Турă çуртне пурăнма янă. Захария Мария п ÿлĕмне кĕмессерен хĕр умĕнче яланах тĕрлĕ çимĕç выртнине курнă. “Мария! Ăçтан тупатăн эсĕ çак çимĕçсене? Кам парать сана çак апата?” – тесе ыйтнă вăл. “Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри. Чăн калатăп: Вăл Хăй ырăлăхне кама парас тет, çавна парать, Вăл пĕр чунран та Хăй панă ырăлăха каялла тавăрса пама ыйтмасть”, – тенĕ Мария. 38. Захария çакна илтсен Çÿлти Турра: “Турăçăм! Эсĕ çынсем кĕлĕ тунине, çынсем тархасласа ыйтнине илтетĕн, вĕсене пулăшатăн, вĕсем мĕн ыйтнине паратăн! Турăçăм! Хăв хăватупа мана таса чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă ача ашшĕ пулмалла тусам, манăн йăха пĕтсе ларма ан пар!” – тесе кĕлĕ тунă. 39. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине мухтаса кĕлĕ тăвакан Захарийăнана пирĕштисем çапла пĕлтернĕ: “Чăн калатпăр: Çÿлти Турă сана çав тери савăнăçлă та ырă хыпар пĕлтерет. Санăн ывăл çуралĕ. Вăл Иоанн ятлă пулĕ. Вăл таса та чыслă ар пулĕ, чăн тĕнпе пурăнса тÿрĕ çулпа утĕ, халăха чăн тĕне йышăнса тÿрĕ çул çине таврăнма чĕнсе калĕ, Çÿлти Турă Сăмахĕ чăнлăх пулнине çирĕплетсе парĕ”. 40. “Турăçăм! Ăçтан ывăл çуралтăр пирĕн? Эпĕ ватă, арăм та ача çуратаяс çук”, – тĕлĕнсе каланă Захария. “Çÿлти Турă калани чăнлăх! Санăн ывăл çуралĕ! Çÿлти Турă Хăй мĕн тăвас тенине тăвать!” – тенĕ Гавриил пирĕшти. 41. “Турăçăм! Сан Сăмаху чăнлăх пулнине çирĕплетекен пулăм кăтартсам!” – тесе тархасланă Захария. “Эсĕ виçĕ кун хушши çынсемпе калаçаймăн, вĕсене пĕр сăмах та калаймăн. Хăв мĕн калас тенине аллусемпе тĕрлĕ хусканусем туса пĕлтерĕн. Çÿлти Турра тăрăшса мухта! Унăн ятне ирсерен те каçсерен мухтав сăмахĕпе асăн!” – тенĕ Гавриил пирĕшти. 42. Пирĕштисем: “Мария! Эсĕ çав тери телейлĕ хĕр! Çÿлти Турă сана суйланă. Вăл сана чăн тĕнпе пурăнма, тÿрĕ çулпа утма пилленĕ, сана таса чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă тунă. Унăн хăвачĕпе эсĕ çут тĕнчери мĕн пур хĕрарăмран сумлă та хисеплĕ пулнă. 43. Мария! Çут тĕнчене пултарнă Турра ĕненсе, Ăна пăхăнса, Унăн Сăмахне çирĕп тытса пурăн. Çÿлти Турра çĕре çити пуç таякансемпе пĕрле пуçна тай!” – тесе каланине аса ил. 44. Эпир çак кĕнеке урлă сана Çÿлти Турă хушнипе ĕлĕк-авал мĕн пулса иртнине пĕлтеретпĕр. Израиль халăхĕнчи тĕн çыннисем Марийăна усрава илес тенине курман эсĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе тавлашнă, кашниех хĕре хăй патне илес тенĕ, кашниех хĕре хăй пăхса пурăнма ĕмĕтленнĕ. Çак ыйтăва татса парас тесе вĕсем шăпа яма шут тытнă та хăйсен çыру хатĕрĕсене шыва янă. Çÿлти Турă пилленипе Захария Марийăна пăхса пурăнакан пулнă. 45. “Мария! Çÿлти Турă сана çав тери савăнăçлă хыпар пĕлтерет! Санăн ывăл çуралĕ, вăл Иисус христос ятлă пулĕ. Ăна çĕр çинчи пурнăçра сума сăвĕç, хисеплĕç. Леш тĕнчере вăл Çÿлти Турă ырăлăхне тивĕçнĕ чунсенчен пĕри пулĕ. 46. Вăл сăпкара выртакан ача пулнă чухне те, ÿссе çитĕнсен те çынсемпе калаçĕ, вăл чăн тĕнпе пурăнакан таса чун-чĕреллĕ çынсен йышĕнче пулĕ”, – тенĕ пирĕштисем. 47. “Турăçăм! Эпĕ ниепле те ача çуратаяс çук. Мĕншĕн тесен эпĕ нихăçан та пĕр арçынпа та пулман, таса пурнăçпа пурăннă”, – тенĕ Мария. “Эпир пĕлтерни пурнăçланĕ. Çÿлти Турă Хăй мĕн тăвас тет, çавна тăвать. Вăл çут тĕнчери мĕн пур чунпа, мĕн пур япалапа пĕртен-пĕр хуçа. Кирек мĕн пултарас тесен Вăл: “Пул!” – тесе калать те, Хăй мĕн палăртни çав саматрах пулса тăрать. 48. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă сан ывăлна Хăй Сăмахне пĕлтерĕ, чăн тĕне вĕрентĕ, ăслă-тăнлă, тÿрĕ çула куракан тăвĕ. Çÿлти Турă пилĕпе Иисус тора тата евангели кĕнекисене пĕлĕ. 49. Çÿлти Турă пилĕпе Иисус тăван халăхĕ патне килĕ, Израиль ывăлĕсене тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненме, чăн тĕне таврăнма, тÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калĕ. “Халăхăм! Эпĕ Çÿлти Турă Сăмахĕпе килтĕм! Эпĕ – Çÿлти Турă пилĕпе килнĕ çын. Çÿлти Турă пулăшнипе эпĕ сире тĕрлĕ асам кăтартăп, тÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калăп. Эпĕ тăм муклашкинчен кайăк кĕлетки ăсталăп та ун çине вĕрсе илĕп. Турă ирĕк парсан тăмран ăсталанă кайăк чĕрĕлсе тăрĕ те вĕçекен пулĕ. Çÿлти Турă пулăшнипе эпĕ суккăр арçынна сыватăп та, вăл куракан пулĕ. Çÿлти Турă пулăшнипе эпĕ вилнисене чун кĕртĕп. Çавăн пекех эпĕ эсир мĕн çисе пурăннине, килĕрте мĕн упранине те йăлтах каласа парăп. Чăн калатăп: çак асамлă пулăмсем эпĕ чăннипех те Çÿлти Турă пилĕпе килнĕ çын пулнине çирĕплетĕç. Эсир çут тĕнчене пултарнă Турра ĕненетĕр пулсан Турă Сăмахне пĕлтерекене те йышăнатăр. 50. Турă мана Моисее панă кĕнекен чăнлăхне çирĕплетме, çав кĕнеке чăннипех те Турă Сăмахĕ пулнине аса илтерме янă. Çавăн пекех Çÿлти Турă хушнипе эпĕ сире халиччен çиме юраман хăш-пĕр апата çиме ирĕк парăп. Турă пулăшнипе эпĕ сире тĕрлĕ асам кăтартăп. Çавăнпа та Çÿлти Турра ĕненсе пурăнăр, Ун умĕнче çылăха кĕме хăраса тăрăр, мана пăхăнăр. 51. Чăн калатăп: Çÿлти Турă – пĕр Турă, пĕртен-пĕр Турă. Вăл – ман Туррăм, Вăл – сирĕн Туррăр. Çавăнпа та пĕр Ăна çеç ĕненсе пурăнăр, Вăл пилленĕ çулпа утăр. Мĕншĕн тесен Çÿлти Турă пилленĕ тĕн, Çÿлти Турă пилленĕ çул – тÿрĕ çул!” – тенĕ Иисус христос. 52. Израиль халăхĕ чăн тĕне таврăнма, Турă Сăмахĕпе килнĕ çынна йышăнма васкаманнине курсан Иисус çапла ыйтнă: “Кам мана пулăшма хатĕр? Кам Çÿлти Турă патне сукмак хывма пулăшма хатĕр? Кам манпа çуммăн утма хатĕр?”. “Эпир сана Çÿлти Турă ячĕпе пулăшса пырăпăр, санпа çуммăн утăпăр! Иисус, эпир çут тĕнчене пултарнă Турра ĕненсе чăн тĕне таврăннине çирĕплетсе парсам! – тенĕ апостолсем. – 53. Турăçăм! Эсĕ Иисус урлă пĕлтернĕ Сăмаха ĕнентĕмĕр эпир, Сан Сăмахупа килнĕ арçынна йышăнтăмăр, ун хыççăн утрăмăр. Турăçăм! Пире чăн тĕнпе пурăнакан çынсен йышне кĕртсем!” 54. Çав вăхăтрах чăн тĕне таврăнма килĕшмен Израиль ывăлĕсем ахаль ларас темен, вĕсем Иисус христоса хирĕç тăнă, ăна сиен кÿрсе халăха Турă Сăмахне вĕрентме чарас тенĕ. Анчах та Çÿлти Турă вĕсен мĕн пур усал шухăш-ĕмĕчĕсене курнă, çавăнпа та Вăл мĕскĕн чунсем мĕн ĕмĕтленнине пурнăçланма паман. Чăн калатăп: Çÿлти Турă чыссăр çынсен шухăш-ĕмĕчĕсене пăсать, чăн тĕнпе пурăнакансене нихăçан та çын кулли пулма памасть. Турă этеме пилленĕ шăпа çав тери тĕрĕс. 55. “Иисус! Эпĕ сана Хам пата илĕп, сана суя тĕнпе пурăнакан тăшман усалĕнчен упраса хăварăп. Эпĕ сан урлă пĕлтернĕ Сăмаха ĕненнĕ Адам ывăлĕ-хĕрĕ Çÿлти Турă умĕнче мĕн явап кунĕ çитичченех хисепре пулĕ. Вĕсен шайĕ суя тĕнпе пурăнакан çын шайĕнчен самай çÿлте пулĕ. Чĕрĕлÿ кунĕ çитсен эсир пурте Ман ума пуçтарăнатăр та, Эпĕ сире канăç паман мĕн пур ыйтăва татса парăп, сирĕн пĕр-пĕринпе тĕн пирки тавлашма пĕр сăлтав та юлмĕ. 56. Чăн тĕне таврăнма килĕшмен чун телейсĕр. Çÿлти Турă пилленипе вăл çĕр çинчи пурнăçра та телейлĕ пулаймĕ, леш тĕнчере те асапланĕ. Çак мĕскĕн этеме никам та хÿтĕлеймĕ, никам та пулăшаймĕ, никам та Турă хушнипе килнĕ асапран хăтараймĕ. 57. Çут тĕнчене пултарнă Турра ĕненсе чăн тĕнпе пурăннă, ырă ĕçсем тунă çын телейлĕ. Çÿлти Турă ăна нихăçан та пăрахас çук, нихăçан та пĕччене хăварас çук. Çÿлти Турă пилленипе çак этеме ырри кăна кĕтет, леш тĕнчере вăл çăтмахра пулĕ. Мĕншĕн тесен Турă чыссăр çынсене юратмасть, таса чун-чĕреллĕ çынсене юратать!” – тенĕ çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă. 58. Çапла майпа Эпир сана чăн Турă Сăмахне – Сăваплă Коран аячĕсене – пĕлтеретпĕр. Çак кĕнеке этемлĕхе т ÿрĕ çулпа утма вĕрентет, мĕн пур ыйтăва татса парать. 59. Чăн калатăп: Иисус Çÿлти Турăшăн Адам евĕр. Вĕсене иккĕшне те Турă пултарса пурнăç парнеленĕ, вĕсем иккĕшĕ те таса чун-чĕреллĕ çынсем пулнă. Çÿлти Турă Адама тăмран пултарнă та Адама чун кĕртнĕ, Адам Турă хăвачĕпе чĕрĕлсе тăнă. 60. Акă вăл Иисус христос çинчен каланă чăн Сăмах. Акă вăл Çÿлти Турă сана пĕлтернĕ Сăмах. Çавăнпа та суя çулпа ан ут, суяна ан ĕнен. Çÿлти Турă Сăмахне йышăн та пĕрре те ан иккĕлен. 61. Мухаммад! Халĕ эсĕ Сăваплă Коран аячĕсене вулатăн, Çÿлти Турă Сăмахне пĕлетĕн. Çавăнпа та санпа Иисус христос пирки тавлашакан çынсене çапла кала: “Эпир ывăлăмăрсене чĕнсе илĕпĕр. Эсир те хăвăрăн ывăлăрсене чĕнсе илĕр. Эпир хамăр хĕрарăмăрсене чĕнсе илĕпĕр. Эсир те хăвăрăн хĕрарăмăрусене чĕнсе илĕр. Пурте пĕрле пухăнăпăр та Çÿлти Турра пăхăнса алăсене çĕклĕпĕр, Çÿлти Турра мухтаса кĕлĕ вулăпăр, суйса пурăнакансене хĕн-хур айне тума ыйтăпăр!” 62. Чăн калатăп: çак Сăмах – Иисус христос çинчен каланă чăн сăмах! Çут тĕнчене пултарнă Турă – чăн Турă, пĕртен-пĕр Турă, пĕр Турă! Унсăр пуçне урăх пĕр Турă та çук! Чăн калатăп: Вăл аслă, мухтавлă! Çут тĕнчери мĕн пур чун, мĕн пур япала Унăн аллинче, Вăл пуринпе те пĕртен-пĕр хуçа! 63. Иисус христос çинчен каланă чăн Сăмаха ĕненмен чун çакна пĕлтĕр: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех пĕлет. Усал туса çылăха кĕрекен чыссăр çынсем мĕн ĕçлесе пурăнни те Уншăн вăрттăнлăх мар. 64. “Çÿлти Турă панă кĕнекесене сума суса пурăнакансем! Эпĕ сире тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненме, пĕр Ăна кăна пăхăнса пурăнма чĕнсе калатăп! Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турра ĕненсе пурăнни пирĕн тĕне те, сирĕн тĕне те хирĕçлемест. Çавăнпа та суя турăсене пуç çапар мар, пĕр этеме те Турă шайне хăпартар мар!” – тесе кала. Турă панă кĕнекесене сума суса пурăнакансем сан сăмахна итлемесен, эсĕ чĕнсе каланине йышăнмасан, чăн тĕнпе пурăнакансене, Çÿлти Турра ĕненекенсене çапла пĕлтер: “Кирек ăçта кайсан та, кирек епле лару-тăрура та хăвăр тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе пурăннине пĕлтерĕр, хăвăр чăн тĕнпе пурăннине çирĕплетсе калăр!” 65. Çÿлти Турă панă кĕнекесене сума суса пурăнакансем! Мĕншĕн эсир Авраам тĕнĕ пирки тавлашатăр? Мĕншĕн эсир Авраама хăвăр тытса пыракан тĕнпе çыхăнтарма тăрăшатăр? Авраам пурăннă чухне Тора та, Евангели те пулман. Çак кĕнекесене Çÿлти Турă Израиль халăхне чылай вăхăт иртсен тин панă. Мĕншĕн эсир çакна та ăнланмастăр? 66. Эсир çав тери тĕлĕнтеретĕр! Эсир хăвăр пĕлекен япала пирки тавлашма яланах сăлтав тупатăр. Анчах та мĕншĕн эсир хăвăр пĕлмен япала пирки тавлашма хăятăр? Чăнлăха çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă кăна пĕлет. Сирĕншĕн вăл вăрттăнлăх. 67. Авраам иудей те, христиан та пулман. Вăл тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненнĕ, çавăнпа та ханиф пулнă. Вăл тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе пурăннă, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине пăхăннă. Авраам суя тĕнпе пурăнман, суя турăсене пуç çапман. 68. Авраампа курнăçнă, Авраам сăмахне йышăнса тÿрĕ çул çине тăнă, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе пурăннă çынсем çак таса чун-чĕреллĕ этеме çывăх. Вĕсем Авраам çул-йĕрĕпе утнă. Çавăн пекех Адам ывăлне-хĕрне Сăваплă Коран аячĕсене пĕлтерекен ар тата Сăваплă Корана Турă Сăмахĕ тесе йышăнакансем, Çÿлти Турра ĕненсе пурăнакансем Авраама çывăх. Вĕсем Авраам çул-йĕрĕпе утаççĕ. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă чăн тĕнпе пурăнакансене, Турра ĕненекенсене упрать, хÿтĕлет. 69. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Турă панă кĕнекесене сума сăвакансем сире тÿрĕ çул çинчен пăрса ярас теççĕ. Анчах та вĕсем чăн тĕнпе пурăнакан пĕр çынна та тÿрĕ çул çинчен пăрса яраймĕç. Вĕсем хăйсене хăйсем тÿрĕ çул çинчен пăрса янă, анчах та çакна курмаççĕ, çакна ăнланмаççĕ. 70. Турă панă кĕнекесене сума сăвакансем! Эсир Сăваплă Коран Турă Сăмахĕ пулнине, Мухаммад Çÿлти Турă Сăмахне вуланине пĕлетĕр, анчах та пур-пĕрех суя çулпа утатăр. Мĕншĕн эсир Çÿлти Турă Сăмахне йышăнмастăр? Мĕншĕн Сăваплă Коран аячĕсенчен пăрăнса утатăр? 71. Турă панă кĕнекесене сума сăвакансем! Мĕншĕн эсир чăнлăхпа суяна уйăраймастăр? Мĕншĕн эсир чăнлăха пытарса усратăр? Чăнлăх сирĕншĕн пĕрре те вăрттăнлăх мар-çке! 72. “Кун пуçлансанах Турра ĕненекенсене итлĕр, Турă вĕсене пĕлтернĕ Сăмаха йышăнăр. Анчах та каçа май Коран аячĕсенчен пăрăнса утăр, хамăр тĕне таврăнăр. Тен, сире курса вĕсем те хăйсем тытса пыракан тĕнрен пăрăнĕç!” – тет Турă панă кĕнекесене сума суса пурăнакан хăш-пĕр çын. 73. Çавăн пекех вĕсен йышĕнче: “Сирĕнпе пĕр тĕне тытса пыракан çынна çеç шанăр!” – тесе калакан та пур. Вĕсене: “Чăн калатăп: Çÿлти Турă пилленĕ çул – тÿрĕ çул! Чăн калатăп: Çÿлти Турă Сăмахĕ – чăн Сăмах. Çÿлти Турă Хăй Сăмахне кама пĕлтерес тет, çавна пĕлтерет. Çавăнпа та Вăл Хăй Сăмахне сире кăна мар, ыттисене те пĕлтернĕ, сирĕншĕн ют халăх çыннине мĕн пур этемлĕхе тÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калама суйласа илнĕ”, – тесе пĕлтер. Анчах та вĕсем çакна илтсен те хирĕçме чарăнмасан, пур-пĕрех Турă пирки тавлашсан, çапла калăр: “Чăн калатăп: Çÿлти Турă Хăй кама тÿрĕ çулпа ертсе пырас тет, çавна тÿрĕ çулпа ертсе пырать, Хăй Сăмахне кама пĕлтерес тет, çавна пĕлтерет, Хăй суйласа илнĕ этеме Адам ывăлне-хĕрне чăн тĕне таврăнма чĕнсе калама ярать”. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех пĕлет. 74. Çÿлти Турă Хăй ырăлăхне кама парас тет, çавна парать. Чăн калатăп: Çÿлти Турă ырăлăхĕ çав тери аслă! 75. Турă панă кĕнекесене сума суса пурăнакан çынсем çав тери тĕрлĕрен пулаççĕ. Пĕрисем хăйсен сăмахне çирĕп тытаççĕ, панă сăмаха пăсса çылăха кĕмеççĕ. Çавăнпа та çак çынсенсем шанчăка тивĕç. Вĕсене пĕр кинтар йывăрăш пурлăх упрама шанса парсан та, вĕсем вăхăт çитсен каялла тавăрса параççех, улталаса çылăха кĕмеççĕ. Теприсем çынна улталаса Турă умĕнче çылăха кĕме хăрамаççĕ. Вĕсене пĕр динар шанса парсан та, çав укçана каялла тавăрма çав тери йывăр пулĕ, укçа шанса пани çинчен тăтăшах аса илтерсе тăма тивĕ. Унсăрăн вĕсем çав динара нихăçан та тавăрса парас çук. Мĕншĕн тесен çак çынсем хăйсене мăнна хурса: “Вĕсем ют тĕне пăхăнса пурăнаççĕ, пирĕн тĕне йышăнмаççĕ. Çавăнпа та вĕсем пире ниепле те явап тыттараяс çук!” – теççĕ. Çапла калакан çав тери чыссăр çын. Вăл пĕлсе тăрсах Çÿлти Турă çинчен суйса калать, чăнлăх сутса ултав туянать. 76. Тĕрĕс! Турă умĕнче панă сăмаха çирĕп тытакан, Турă Сăмахĕпе килĕш ÿллĕн пурăнакан, Турă умĕнче çылăха кĕме хăраса тăракан çын телейлĕ. Мĕншĕн тесен çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Хăй умĕнче усал туса çылăха кĕме хăракан этеме юратать. 77. Чăн калатăп: Турă умĕнче панă сăмаха сутнă çын, сăмахне тытма пултарайман çын телейсĕр. Вăл леш тĕнчере нихăçан та телейлĕ пулаймĕ, унăн шăпи çав тери хăрушă пулĕ. Чĕрĕлÿ кунĕ çитсен Çÿлти Турă вĕсемпе калаçмĕ, вĕсем çине пăмĕ, вĕсене çылăхран тасатмĕ. Чăн калатăп: леш тĕнчере вĕсене хăрушă асап кĕтет. 78. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри Çÿлти Турă панă кĕнекене хăйне килĕшнĕ пек улăштарса вулать, унтан хăйне май çавăрса хунă кĕнекене Турă Сăмахĕ тет. Анчах та çак кĕнеке ăçтан Турă Сăмахĕ пултăр ĕнтĕ? Çапах хăйсен çылăхне курмаççĕ вĕсем: “Турă Сăмахĕ ку!” – тесе ĕнентерме тăрăшаççĕ. Анчах та çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Сăмахĕ мар ку. Мĕншĕн тесен Турă умĕнче çылăха кĕме хăраман çынсем Турă панă кĕнекене хăйсен кăмăлне кура улăштарнă, кĕнекере пулманнине çырса хунă, кĕнекере пулнине кăларса пăрахнă. Вĕсем Çÿлти Турă çинчен хăйсем пĕлменнине суйса калаççĕ. 79. Çÿлти Турă хушнипе халăха Турă Сăмахне пĕлтерекен, чăн тĕнпе пурăнма чĕнсе калакан ăслă-тăнлă çын Адам ывăлне-хĕрне нихăçан та: “Турă чурисем ан пулăр! Ман чурасем пулăр! Мана ĕненсе, мана пуç çапса пурăнăр!” – тесе каламасть. “Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турра ĕненсе пурăнăр! Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине пуç çапса пурăнăр!” – тесе калать вăл. Çавăнпа та Турă панă кĕнекене ыттисене те вĕрентĕр, ăна хăвăр та вулăр, тĕпчĕр. 80. Çавăн пекех халăха Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен арçын нихăçан та Адам ывăлне-хĕрне пирĕштисене, Турă Сăмахне пĕлтерекенсене пуç çапса пурăнма чĕнсе каламасть, вĕсене турă вырăнне хума вĕрентмест. Çÿлти Турă хăвачĕпе эсир чăн тĕне таврăннă, Сăваплă Коран аячĕсене йышăннă. Çавăнпа та Турă сире суя тĕнпе пурăнма чĕнсе калас çук. 81. Турă панă кĕнекесене сума сăвакансем! Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Хăй хушнипе Адам ывăлне-хĕрне Турă Сăмахне пĕлтерекенсене каланă Сăмаха аса илĕр. “Эпĕ сире Хамăн Сăмаха пĕлтеретĕп, кĕнеке паратăп. Ман хăватпа эсир ăслă-тăнлă, таса чун-чĕреллĕ пулатăр. Вăхăт çитĕ те Эпĕ сире панă кĕнекесен чăнлăхне çирĕплетсе паракан килĕ, вăл çынсене чăн тĕне вĕрентĕ, çут тĕнчери мĕн пур чуна Ман Сăмаха пĕлтерĕ. Ăна курсан эсир çав çын чăннипех те Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен пулнине ĕненĕр, ăна йышăнăр, ун уттипе утăр, ăна пулăшса пырăр!” – тенĕ çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă. “Эсир Ман Сăмахăма илтрĕр-и? Эсир Эпĕ каланине йышăнатăр-и? Эсир Эпĕ хушнине пурнăçлама килĕшетĕр-и?” – ыйтнă Турă. “Эпир Сан Сăмахна илтрĕмĕр! Эпир Сан Сăмахна йышăнатпăр! Эпир Эсĕ хушнине пурнăçлама килĕшетпĕр!” – тенĕ çынсем. “Ман Сăмахпа килĕшнине сăмах парса, тупа туса шантарăр! Эпĕ эсир сăмах панине, тупа туса шантарнине çирĕплетĕп! – тенĕ Турă. – 82. Çак сăмахран иртекен çылăха кĕрĕ, т ÿрĕ çулран пăрăнса суя çул çине тăрĕ!” 83. Çынсем Çÿлти Турă панă тĕне манса урăх тĕн шыраççĕ-и? Чăн тĕнпе килĕшмесĕр суя тĕнпе пурăнас теççĕ-и? Мĕскĕнсем! Т ÿпери тата çĕр çинчи мĕн пур чун хăй ирĕкĕпе е ирĕксĕр Çÿлти Турра пăхăнса пурăнать, Çÿлти Турă пилленĕ çулпа утать. Çут тĕнчерен уйăрăлса кайнă мĕн пур чун çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă патне таврăнать. 84. “Эпир тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕнентĕмĕр, Вăл пире пĕлтернĕ Сăмаха йышăнтăмăр. Çавăн пекех эпир Çÿлти Турă Авраама, Исмаила, Исаака, Иакова тата вĕсен ачийĕсене пĕлтернĕ Сăмаха та, Çÿлти Турă Моисее, Иисуса тата Хăй суйласа илнĕ ытти çынсене пĕлтернĕ Сăмаха та йышăнатпăр. Çÿлти Турă суйласа илнипе, Вăл хушнипе Унăн Сăмахне халăха пĕлтернĕ çынсем пурте пире çывăх, пирĕншĕн паха, эпир вĕсенчен пĕрне те сивлеместпĕр. Эпир çут тĕнчене пултарнă Турра пăхăнса пурăнатпăр, вăл пилленĕ çулпа утатпăр, Вăл панă тĕне тытса пыратпăр!” – тесе калăр. 85. Ислам тĕнне сутса суя тĕн туяннă çын, ислам тĕнне йышăнма килĕшмесĕр урăх тĕне парăннă çын суя çулпа утать. Вăл чăнлăхран пăрăнни – киревсĕр япала, çав тери пысăк йăнăш. Леш тĕнчере вăл телейлĕ пулаймĕ, леш тĕнчере вăл çав тери пысăк тăкак курса çукка юлĕ. 86. Ислам тĕнне сутса суя тĕн туяннă çынна Çÿлти Турă т ÿрĕ çул çине тăратĕ-ши? Çав мĕскĕн чун чăн тĕнпе пурăннă пулнă. Вăл Çÿлти Турра ĕненнĕ, Унăн Сăмахне йышăннă, Турă Сăмахне пĕлтерекен ар уттипе утнă, ислам тĕнĕ чăнлăх пулнине хăй куçĕпе хăй курнă, анчах та çакна сутса суя çул çине тăнă. Çут тĕнчене пултарнă Турă чыссăр этеме т ÿрĕ çулпа ертсе пырас çук. 87. Çак мĕскĕн чун ылханăва тивĕç. Çак мĕскĕн чун Çÿлти Турă ылханăвне, пирĕштисен тата таса чун-чĕреллĕ çынсен ылханăвне тивĕç. Çапла шăпа кĕтет ăна. 88. Суя тĕнпе пурăнакансем, чăн Турра манса суя турăсене ĕненекенсем тивĕçнĕ ылхану ĕмĕр-ĕмĕре. Вĕсен шăпине никам та çăмăллатас çук, çĕр çинчи пурнăçра палăртнă вăхăтран иртсе киленсе пурăнма никам та парас çук. 89. Çылăхĕсемшĕн ÿкĕнсе Çÿлти Турăран каçару ыйтнисем, т ÿрĕ çул çине таврăннисем кăна çăлăнса юлĕç, телейлĕ пулĕç. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри ырă кăмăллă, Вăл чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçарать. 90. Чăн калатăп: Турра ĕненсе пурăннă, анчах та вăхăт иртсен чăн тĕнрен пăрăнса суя турăсене пуç çапса пурăнма тытăннă çын мĕскĕн те чыссăр. Вăл чăн тĕне сутса суя çул çине тăнă, суя тĕне пуçĕпех путнă. Çавăнпа та Çÿлти Турă ăна каçарас çук, унăн ÿкĕнĕвне йышăнас çук. Çак этем чăннипех те улталаннă, йăнăш çулпа утнă. 91. Чăн калатăп: суя тĕнпе пурăнса вилнĕ çынна хăрушă шăпа кĕтет. Вăл çылăхĕсене каçарттарас тесе çĕр çинчи мĕн пур ылтăна пама хатĕр пулĕччĕ. Анчах та çĕр çинчи мĕн пур ылтăн та унăн çылăхĕсене каçарттараймĕ. Леш тĕнчере ăна хăрушă асап кĕтет. Никам та, нимĕн те пулăшаяс çук, Çÿлти Турă умĕнче явап тытасран хăтараяс çук. 92. Адам ывăлĕ-хĕрĕ! Хăвăршăн çав тери хаклă пурлăха Çÿлти Турă ячĕпе тăкаклама вĕренмесĕр, нуша куракансене, чухăнсене пулăшма пуçламасăр эсир нихăçан та таса чун-чĕреллĕ пулас çук. Çÿлти Турă эсир мĕн тунине, пурлăхăрпа епле усă курнине пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех пĕлет. 93. Çÿлти Турă Моисее Тора йĕркисене пĕлтериччен Израиль халăхĕшĕн апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен пĕр чару та пулман, çавăнпа та вăл хăй мĕн çиес килнине çисе пурăннă, çиес килменнине çимен. Ун чухне Израиль халăхĕ апат-çимĕç йĕркине хăй çирĕплетнĕ. “Чăннине калатăр пулсан, Тора кĕнекине илсе килĕр те унта мĕн çырнине вулăр!” – тесе пĕлтер. 94. Çак сăмахсене илтсен те Çÿлти Турă çинчен хăй мĕн пĕлменнине суйса калакан, халăха улталакан çын чыссăр. 95. Çÿлти Турă Сăмахĕ – чăнлăх! Турă Сăмахĕ тĕрĕс! Авраам тĕнĕпе пурăнăр, Авраам уттипе утăр, Авраам евĕр тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе пурăнăр! Мĕншĕн тесен вăл суя турăсене ĕненмен, нумай турăлăх тĕнĕпе пурăнман. 96. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турра пуç çапса пурăнма çĕкленĕ çĕр çинчи чи пĕрремĕш кĕлĕ çурчĕ Мекка хулинче вырнаçнă. Çав кĕлĕ çурчĕ сăваплă та пиллĕхлĕ, вăл мĕн пур чуна чăн тĕне таврăнма, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненме чĕнет. 97. Çав кĕлĕ çуртĕнче этеме чăн тĕне таврăнма, Турă Сăмахне йышăнма хистекен асамлăх пур. Çав асамлăх – Авраам тăнă вырăн. Унта тăрса вăл ывăлĕпе пĕрле çак çурта çĕкленĕ, унта тăрса вăл Çÿлти Турра мухтаса кĕлĕ тунă. Çав çурта кĕрекен çын хăрушсăрлăхра пулĕ. Çул çÿреве тухма пултаракан чăн тĕнпе пурăнакан этеме Çÿлти Турă çул çÿреве тухма, хадж йăли-йĕркине пурнăçлама хушать. Турă Сăмахне йышăнман çын ан улталантăр, хăйне мăнна хурса ан пурăнтăр. Мĕншĕн тесен Турă Сăмахне ĕненменнипе вăл Турра мар, хăйне хăй сиен к ÿрет, суя тĕнпе пурăннипе хăйне хăй пĕтерет. Çут тĕнчери мĕн пур чун Çÿлти Турă хăвачĕпе тытăнса тăрать, Çÿлти Турă мĕн пур чунпа пĕртен-пĕр хуçа пулса тăрать. 98. “Турă панă кĕнекесене сума суса пурăнакансем! Мĕншĕн эсир чăн тĕне ĕнентерекен пулăмсене курмастăр? Мĕншĕн Çÿлти Турă кăтартнă пулăмсенчен пăрăнса утатăр? Мĕншĕн Турă Сăмахне йышăнмастăр? Пĕлĕр: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă эсир мĕн тунине, мĕнле пурăннине пĕтĕмпех пĕлет”, – тесе кала. 99. “Турă панă кĕнекесене сума суса пурăнакансем! Мĕншĕн эсир Турра ĕненекенсене, чăн тĕнпе пурăнакансене тÿрĕ çул çинчен пăрса ярас, вĕсене суя çулпа уттарас тетĕр? Вĕсем т ÿрĕ çулпа утнине, чăн тĕнпе пурăннине, Сăваплă Коран чăннипех те Çÿлти Турă Сăмахĕ пулнине эсир пĕлетĕр, куратăр. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Турă эсир мĕн ĕçлесе пурăннине, мĕн тунине пĕтĕмпех пĕлет. 100. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Эсир тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе чăн тĕне таврăннă, т ÿрĕ çул çине тăнă, Çÿлти Турă Сăмахне йышăннă. Çавăнпа та ют тĕнпе пурăнакансене ан итлĕр, тĕн тĕлĕшĕнчен вĕсенчен пулăшу ан ыйтăр, вĕсем хушнă пек ан тăвăр. Мĕншĕн тесен ют тĕнпе пурăнакансем сире каллех чăн тĕнрен пăрса ярас, хăйсен тĕнне çавăрас тейĕç. 101. Турра ĕненмесĕр, чăн тĕне таврăнмасăр пурăнма епле хăятăр эсир? Сире Çÿлти Турă Хăй Сăмахне пĕлтерет, сире Çÿлти Турă хушнипе килнĕ çын т ÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калать! Турра ĕненекен, Турра шанса пурăнакан çын чăннипех те т ÿрĕ çул çинче!” – тесе кала. 102. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Çÿлти Турă умĕнче таса чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă пулăр. Çут тĕнчерен уйрăлса кайиччен Турă Сăмахне йышăнса ислам тĕнне таврăнăр. 103. Пĕр-пĕринпе ан вăрçăнăр, ан тавлашăр, пĕрлĕхлĕ пулăр! Чăн тĕне çирĕп тытса пурăнăр! Çÿлти Турă Сăмахĕ сире пĕрлештерсе тăтăр, сире пĕр халăх тутăр. Мĕн пулни-иртнине аса илĕр: ĕлĕк эсир килĕштерсе пурăнман, пĕр-пĕринпе яланах вăрçăннă. Анчах та Турă сире Хăй ырăлăхне парса т ÿрĕ çул çине кăларнă. Çÿлти Турă хăвачĕпе эсир пĕр-пĕриншĕн чи çывăх тăван евĕр пулса тăнă, сирĕн чĕр ÿсем çывăхланнă. Ку çав тери пысăк ырлăх! Унччен эсир вут çырма хĕрринче тăнă, анчах та тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри сире çăлса хăварнă, пĕтме паман. Çулти Турă сире Хăй Сăмахне пĕлтерет, чăн тĕнпе пурăнма чĕнсе калать. Тен, эсир çакна ăнланатăр та чăн тĕне таврăнса т ÿрĕ çул çине тăратăр. 104. Чăн тĕнпе пурăнакан, т ÿрĕ çулпа утакан халăх пулăр. Çак халăх этемлĕхе ырă тума, пĕр-пĕринпе ырă кăмăллă пулма, усал тăвасран сыхланма чĕнсе калĕ. Çак халăх çыннисем телейлĕ, таса чун-чĕреллĕ пулĕç. 105. Тĕрлĕ ушкăна пайланса пĕтнĕ халăх евĕр ан пулăр. Вĕсем Çулти Турă Сăмахне илтнĕ пулин те пĕр-пĕринпе тĕн пирки тавлашнă, пĕр-пĕрне курайми пулнă. Чăн калатăп: вĕсене хăрушă асап кĕтет. 106. Чĕрĕлÿ кунĕ çитсен вĕсене хăрушă асап кĕтет. Çав кун пĕрисен пичĕсем çуталса тăрĕç, теприсен сĕм тĕттĕм пулĕç. “Эсир çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турра ĕненнĕ пулнă, анчах та пур-пĕрех чăн тĕнпе пурăнас темен, суя тĕне суйланă. Чăнлăхран пăрăнса суя çул çине тăнăшăн асап тутанăр!” – тейĕç сĕм тĕттĕм сăн-питлисене. 107. Сăнĕсемпе çуталса тăракансем çав кун телейлĕ пулĕç. Çÿлти Турă ырăлăхĕ вĕсем çинче пулĕ. Вĕсем çăтмаха кĕрĕç, ĕмĕр-ĕмĕрĕпе çăтмахра киленсе пурăнĕç. 108. Сăваплă Коран – Çÿлти Турă Сăмахĕ, Çÿлти Турă панă йĕркесем. Турă сана Хăй Сăмахне пĕр улăштармасăр пĕлтерет. Турă çут тĕнчере пурăнакансене улталама шутламасть, Вăл вĕсене тĕрĕс пулма хушать, никама та к ÿрентермест. 109. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри тÿпери тата çĕр çинчи мĕн пур чунпа, мĕн пур япалапа пĕртен-пĕр Хуçа пулса тăрать. Çут тĕнчери мĕн пур ĕç-пуç Çÿлти Турă ирĕкĕпе пулса иртет, çут тĕнче Çÿлти Турă аллинче. 110. Турра ĕненекенсем, чăн тĕнпе пурăнакансем! Эсир Çÿлти Турă пултарнă халăхсенчен чи сăпайли, чи пахи. Эсир этемлĕхе ырă тума, пĕр-пĕринпе ырă кăмăллă пулма, усал тăвасран сыхланма чĕнсе калатăр, усал туса çылăха кĕме чаратăр, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе пурăнатăр. Турă панă кĕнекесене сума суса пурăнакансем! Чăн тĕнпе пурăннинчен, çут тĕнчене пултарнă Турра ĕненнинчен пахи мĕн пултăр? Вĕсен йышĕнче Сăваплă Корана Турă Сăмахĕ тесе йышăнакан та пур, анчах та нумайăшĕ пур-пĕрех улталанса пурăнать, усал туса çылăха кĕрет. 111. Вĕсем сирĕн кăмăлăра хуçма, тĕрлĕ чăрмав кÿме пултараççĕ пулин те, нихăçан та Турра ĕненекенсене сиен к ÿреес çук. Сире хирĕç çапăçу хирне тухсан та, суя тĕнпе пурăнакансем йăл тарса пĕтĕç. Вĕсене никам та пулăшас çук. 112. Чăн тĕне таврăнма килĕшмен чунсене кирек ăçта та йывăр шăпа кĕтет, кирек хăш тăрăхра та вĕсем хĕн-хур айĕнче пулĕç. Вĕсене Çÿлти Турă упрани, Турра ĕненекенсем х ÿтĕлени кăна çăлса хăварĕ. Чăн тĕне таврăнма килĕшменшĕн, Турра ĕненекенсене т ÿрĕ çул çинчен пăрса ярас тенĕшĕн вĕсене Çÿлти Турă хушнипе килнĕ асап кĕтет. Вĕсен шăпи çав тери кичем! Усал туса çылăха кĕнĕшĕн, Турă Сăмахне йышăнманшăн, халăха Турă Сăмахне пĕлтерекен арсене ним айăпсăр вĕлернĕшĕн вĕсене хăрушă асап кĕтет. 113. Турă панă кĕнекесене сума суса пурăнакан çынсем те тĕрлĕрен пулаççĕ. Пĕрисем таса чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă. Вĕсем тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе пурăнаççĕ, каçсерен Çÿлти Турă панă кĕнекери йĕркесене вуласа кĕлĕ тăваççĕ, Çÿлти Турра мухтаса пуçĕсене таяççĕ. 114. Вĕсем çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турра ĕненеççĕ, явап кунĕ чăнлăх пулнине пĕлеççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне усал тăвасран упраççĕ, усал ĕçрен пăрăнма хистеççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе ырă ĕçсем туса ăмăртаççĕ, Çÿлти Турă патне сукмак хываççĕ. Чăн калатăп: вĕсем т ÿрĕ çулпа утаççĕ. 115. Ырă ĕçшĕн те, усал ĕçшĕн те пур-пĕрех явап тытма тивĕ. Этем хăй пурнăçĕнче тунă пĕр ĕç те сая каяс çук. Чăн калатăп: Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăракан çынсене тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пĕлет. 116. Чăн калатăп: суя тĕнпе пурăннă, çĕр çинчи пурнăçпа улталаннă çынна телейсĕр шăпа кĕтет. Мĕншĕн тесен явап кунĕ çитсен ăна пурнăç тăршшĕпе пухнă пуянлăх та, ачи-пăчи те Çÿлти Турă хушнипе килнĕ асапран çăлаймĕ. Çав чун ĕмĕр-ĕмĕрĕпе тамăкра çунса асапланĕ. 117. Ĕмĕрхи пурнăçа манса çĕр çинчи пурнăçшăн çуннăшăн, мĕн пур вăй-халне мул, чап пухас тесе тăкакланăшăн вĕсене шăнтса чĕтретекен çавра çил хупăрласа илĕ. Çав çавра çил чăн тĕнпе пурăнманнипе хăйсене хăйсем сиен к ÿрсе пурăннă çынсене тĕп тăвĕ. Çÿлти Турă вĕсене пĕрре те к ÿрентермен, Вăл вĕсемпе яланах т ÿрĕ пулнă. Анчах та çак мĕскĕн чунсем хăйсене хăйсем пĕтернĕ, хăйсене хăйсем тамăк вутне сĕтĕрнĕ. 118. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Ют йышри, ют тĕнпе пурăнакан çынсемпе çывăх ан туслашăр. Вĕсем нихăçан та сирĕнпе пĕр шухăшлă пулас çук. Вĕсем сире сиен к ÿрес тесе пурăнĕç. Çавăнпа та эсир пурнăçра тĕрлĕ йывăрлăх тĕл пулни, сирĕнпе тĕрлĕ инкек-синкек пулса иртни вĕсене савăнтарĕ кăна. Вĕсем Турра ĕненекенсене курайманни вĕсен сăмахĕсенчен паллă. Анчах та чĕрисенче упранакан курайманлăх туйăмĕ тата вăйлă. Эпир сире Хамăр Сăмаха пĕлтертĕмĕр, Сăваплă Коран аячĕсене патăмăр, т ÿрĕ çул кăтартрăмăр. Эсир çакна ăнланни, Пирĕн Сăмаха йышăнни тем пекех паха пулнă пулĕччĕ. 119. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Эсир вĕсене юрататăр, вĕсене хисеплетĕр. Анчах та вĕсем сире юратмаççĕ, сире хисеплемеççĕ. Эсир Çÿлти Турă панă мĕн пур кĕнекесене сума суни те вĕсен шухă-кăмăлне улăштармасть. Сирĕнпе тĕл пулсан вĕсем: “Эпир чăн тĕне таврăнтăмăр, Сăваплă Коран аячĕсене йышăнтăмăр!” – тесе калаççĕ. Анчах та хăйсем тĕллĕн юлсан сире курайманнипе, сире тарăхнипе п ÿрнисене çыртаççĕ. “Пире курайманнипе, пире тарăхнипе хăвăра хăвăр пĕтерĕр! Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă эсир мĕн ĕмĕтленсе пурăннине, чĕр ÿсенче мĕн упранине пĕтĕмпех пĕлет!” – тесе кала. 120. Вĕсене сирĕн ĕçĕрсем ăнса пыни çав тери хурлантарать. Анчах та сирĕн ĕçсем ăнманни, эсир тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулни, инкек курни вĕсене савăнтарать. Чăтăмлă пулăр, тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр! Çакă сире пурнăçра пулăшса пырĕ, усал шухăшлă çынсен усалĕнчен упраса тăрĕ. Чăн калатăп: Çÿлти Турă вĕсен мĕн пур ĕçне-хĕлне курать, пĕтĕмпех пĕлет. 121. Мухаммад! Хăв ирхине ирех тăрса тăван кил ÿнтен тухса утнине аса ил. Ун чухне эсĕ чăн тĕнпе пурăнакансене çапăçăва хатĕрленĕ, тăшман çарне кĕтсе илме меллĕ вырăн шыраса Турра ĕненекенсен çарне вырнаçтарса тухнă. Чăн калатăп: Çÿлти Турă пĕтĕмпех илтет, пĕтĕмпех пĕлет. 122. Чăн тĕнпе пурăнакансен çарĕнчен икĕ ушкăн уйрăлса тухнине аса ил. Çÿлти Турă сире упрани, сире пулăшса пыни те чарман вĕсене. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Çут тĕнчене пултарнă Турра шанса пурăнăр, Унран пулăшу ыйтăр, Ăна пăхăнăр! 123. Бадр тăрăхĕнчи çапăçура та Çÿлти Турă сире пăрахман, сире пулăшса пынă. Ун чухне эсир вăйсăр пулнă пулин те Çÿлти Турă хăвачĕпе тăшмана парăнтарнă. Çавăнпа та чăн тĕнпе пурăнăр, Турă умĕнче усал туса çылăха кĕресрен хăраса тăрăр. Тен, эсир çакна ăнланатăр та Турра тав тăватăр. 124. Турра ĕненекенсене: “Çÿлти Турă хушнипе сире çапăçу хирĕнче виçĕ пин пирĕшти пулăшса пырĕ! Çакă çителĕклĕ мар-и?” – тесе каланине аса ил. 125. Çапăçу хирĕнче чăтăмлă та çирĕп пулăр, Турă умĕнче усал туса çылăха кĕресрен хăраса тăрăр! Эсир çак сăмаха тивĕçтерсен Çÿлти Турă сире яланах пулăшса пырĕ, тăшман сасартăк тапăнса килсен те Турă сире пăрахмĕ. Вăл сире пулăшма виçĕ пин мар, пиллĕк пин пирĕшти ярĕ. Çав пирĕштисем Турă хушнипе тăшмана парăнтарĕç. 126. Пирĕштисем çинчен каласа Çÿлти Турă сире çав тери савăнăçлă хыпар пĕлтернĕ. Çак ырă хыпар сире хавхалантарнă, сире хăюллăх хушнă, сирĕн чунăрсене лăплантарнă. Турă çеç тăшмана çĕнтерме пулăшайĕ. Пĕр Вăл çеç пуринпе те пĕртен-пĕр хуçа. Пĕр Вăл кăна хăватлă та аслă. 127. Çÿлти Турă хăвачĕпе суя тĕнпе пурăнакансен пĕр пайĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă, тепĕр пайĕ килĕсене çав тери хурлăхлă хыпарпа таврăннă. 128. Çапăçу хирне тухнă суя тĕнпе пурăнакан çынсен шăпийĕ сана ан пăшăрхантартăр. Тен, Çÿлти Турă вĕсене каçарĕ, тен, вĕсем çине асап ярĕ. Çакă санăн ĕçÿ мар. Мĕншĕн тесен вĕсен шăпине Çÿлти Турă Хăй татса парĕ. Чăн калатăп: Турра ĕненекенсене тĕп тума шутланă çынсем чыссăр та намăссăр. 129. Çÿлти Турă т ÿпери тата çĕр çинчи мĕн пур чунпа, мĕн пур япалапа пĕртен-пĕр хуçа пулса тăрать. Вăл кама каçарас тет, çавна каçарать, кама туллин явап тыттасар тет, çавна хĕн-хур айне тăвать. Чăн калатăп: Çÿлти Турă çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне парать, чăн тĕнпе пурăнакансене хĕрхенет, вĕсене каçарать. 130. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Çÿлти Турă этеме кивçен панă укçашăн е пурлăхшăн каялла ытларах тавăрса илме чарнă. Çавăнпа та Турă Сăмахĕнчен ан иртĕр, пĕр-пĕр çынран кивçен панă укçашăн е пурлăхшăн каялла ытларах тавăрса илнĕ укçапа усă курса ан пурăнăр, кивçен панă укçана икĕ е темиçе хут ÿстерме ан тăрăшăр. Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр! Вара, тен, телейлĕ пулатăр, Çÿлти Турă сăвапне тивĕçетĕр. 131. Суя тĕнпе пурăнакан çынсене кĕтекен тамăк вутĕнчен хăраса тăрăр! 132. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненĕр, Ăна тата Унăн Сăмахне пĕлтерекен ара пăхăнса пурăнăр. Вара, тен, çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă сире хĕрхенĕ те çылăхăрсене каçарĕ, йăнăшăрсене т ÿрлетĕ. 133. Турă каçарăвне тивĕçме ĕмĕтленĕр, Турă каçарăвĕ патне васкăр, çăтмах патне сукмак хывăр. Сире кĕтекен çăтмах пахчи т ÿпепе çĕр евĕр анлă. Чăн калатăп: унта таса чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă çынсем кĕрĕç. 134. Мĕншĕн тесен вĕсем чухăнлăхра та, пуянлăхра та пурлăхне, мулне ырă ĕç туса тăкаклаççĕ. Вĕсем пуринпе те ырă кăмăллă пулма тăрăшаççĕ, никама та тарăхмаççĕ, никама та ăмсанмаççĕ. Вĕсем çынна яланах ăнланма тăрăшаççĕ. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри ырă тăвакан çынна юратать. 135. Çынна усал туса çылăха кĕрекен, йăнăш туса хăйне хăй сиен к ÿрекен этеме Çÿлти Турăсăр пуçне кам каçартăр? Çак мĕскĕн чун Çÿлти Турă Сăмахĕнчен иртнĕ пулин те тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине манман, Унран каçару ыйтнă, çылăхĕшĕн чăннипех те ÿкĕннĕ. 136. Çÿлти Турă пилĕпе çак чунсене таса юхан шывсемпе пуян çăтмах пахчисем кĕтсе илĕç. Унта вĕсем ĕмĕр-ĕмĕрĕпе киленсе пурăнĕç. Чăн калатăп: пурнăçне ырă ĕçсем туса ирттернĕ çын шăпи çав тери телейлĕ, леш тĕнчере ăна Çÿлти Турă ырăлăхĕ кĕтет. 137. Ĕлĕк-авал та чыссăр пурнăçпа пурăннă халăхсен шăпи кичем пулнă, вĕсене пурне те Çÿлти Турă хушнипе килнĕ асап тĕп тунă. Çул-çÿреве тухăр та Турра ĕненмен, Турă Сăмахне пĕлтерекен арсене итлемен ял-хула шăпипе паллашăр, унти халăх мĕн т ÿссе ирттерине курăр, хăйсем хыççăн мĕн хăварнипе паллашăр. 138. Çулти Турă каланă Сăмах этемлĕхе чăнлăх уçса парать, таса чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă çынна т ÿрĕ çулпа ертсе пырать, пурăнма вĕрентет, ырă сĕнÿ-канаш парать. 139. Нихăçан та пуçăрсене ан усăр, нихăçан та ан кулянăр, пире йывăр шăпа лекрĕ тесе ан калăр. Турра ĕненетĕр пулсан, чăн тĕнпе пурăнатăр пулсан эсир чи хисеплĕ, чи маттур, чи мухтавлă халăх. 140. Паянхи кун сирĕншĕн ăнăçупа вĕçленмен пулин те, паян сире çав тери йывăр пулнă пулин те, сирĕн суранăрсем çав тери тарăн пулин те ан кулянăр, чăтăмлă пулăр. Ют халăх шăпи те çапла пулнă, ют халăх çыннисем те çак сурансене курнă. Çÿлти Турă пилĕпе çынсем пурнăçра темĕн те кураççĕ: йывăрлăхне те, çăмăллăхне те, ăнăçу та, хуйхă-суйхă та. Çÿлти Турă пилĕпе кунпа кун пĕр килмест. Этеме тĕрлĕ йывăрлăх парса Çÿлти Турă чăннипех те Турра ĕненекенсене, чăн тĕнпе пурăнакансене палăртать, Турă ячĕпе чăн тĕне х ÿтĕлесе хăйсен ĕненĕвне çирĕплетсе пурнăçне паракансене курать. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Турă чыссăр çынна юратмасть. 141. Çапла майпа Çÿлти Турă чăн тĕнпе пурăнакансене çылăхран тасатать, суя тĕнпе пурăнакансене тĕп тăвать. 142. Эсир çăтмаха кĕме ĕмĕтленнĕ. Анчах та эсир Çÿлти Турă нимĕн те курмасть, нимĕн те пĕлмест тенĕ-ши? Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă çапăçу хирне Çÿлти Турă ячĕпе тухакана та, чăн тĕне х ÿтĕлес текене те, çапăçура хăюллăхпа паттăрлăхне кăтартакана курнă. 143. Эсир çапăçу хирĕнче чăн тĕне х ÿтĕлесе вилме ĕмĕтленсе пурăннă. Анчах та вилĕмпе тĕл пулсан сирĕн шухăшăр улшăннă. Акă вăл вилĕм! Акă вăл! Акă вăл сирĕн умăрта! 144. Мухаммад вăл çут тĕнчери мĕн пур чуна Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен таса чун-чĕреллĕ çын кăна. Ĕлĕк-авал та этемлĕхе Турă Сăмахне пĕлтерекенсем, чăн тĕнпе пурăнма чĕнсе калакансем пулнă. Турра ĕненекенсем! Мухаммад çут тĕнчерен уйрăлса кайни е ăна пĕр-пĕр тăшман вĕлерни сире т ÿрĕ çул çинчен пăрса ярĕ-ши? Мухаммад çумра пулманни сире суя тĕне тавăрĕ-ши? Пĕлĕр: чăн тĕне пăрахăçласа суя тĕне суйлакан этем Турра мар, хăйне хăй сиен кĕрет, хăйне хăй айăп тăвать. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă кирек епле йывăр лару-тăрура та чăн тĕне упракан çынна хисеплет, ăна ырлăх сунать. 145. Пĕр çын та Çÿлти Турă çырмасăр, Çÿлти Турă пил памасăр вилмест, çут тĕнчерен уйрăлса каймасть. Çĕр çинчи пурнăçшăн çунакан, çĕр çинчи пурнăçра ырлăх курса пурăнма ĕмĕтленекен çын Çÿлти Турă пилĕпе çĕр çинчи пурнăçра ырлăх курĕ. Леш тĕнчери пурнăçшăн çунакан, леш тĕнчери пурнăçра ырлăх курса пурăнма, çăтмаха кĕме ĕмĕтленекен çын Çÿлти Турă пилĕпе леш тĕнчере ырлăх курĕ, леш тĕнчере телейлĕ пулĕ. Пире тав тума пĕлнĕ, Пире пăхăнса пурăннă çынна Эпир хаклă парне парса чыслăпăр, телейлĕ тăвăпăр. 146. Халăха Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен арсем йышĕнче чăн тĕне х ÿтĕлекенсем, Çÿлти Турă ячĕпе тăшмана хирĕç тăракансем çав тери нумай пулнă. Турра чун-чĕререн ĕненекен çынсем вĕсемпе çумма-çуммăн тăрса çапăçу хирне тухнă. Çапăçу хирĕнче тĕл пулакан йывăрлăх Çÿлти Турă ячĕпе тухнă çынсене пĕрре те хăратман. Вĕсем тăшмана парăнман, çапăçу хирĕнчен тарман, тăшман айне пулман. Чăн калатăп: Çÿлти Турă хăюллă та паттăр çынсене пулăшса пырать, вĕсене хăюллăх та паттăрлăх парать. 147. “Турăçăм! Çылăхсене каçарсам! Эпир чарусăр пулнине каçарсам пире! Пирĕн урасене вăй кĕртсем, пире çирĕплĕх парсам! Тăшмана хирĕç тăма пулăшсам!” – тенĕ вĕсем çапăçу хирĕнче. 148. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă пилленипе вĕсем çĕр çинчи пурнăçра хăйсем мĕн тивĕçнине курнă, леш тĕнчере вĕсене калама çук чаплă парне кĕтсе илнĕ. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри ырă тăвакан çынна юратать! 149. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Суя тĕнпе пурăнакансене пăхăнса пурăнни сире пĕтерĕ, сире çукка хăварĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем сире чăн тĕнрен пăрса ярĕç, суя тĕне тавăрĕç. 150. Çÿлти Турă сире упрать, сире х ÿтĕлет! Çакна нихăçан та ан манăр. Вăл сире пулăшса пырать. Турă кÿрекен пулăшуран пахи мĕн пултăр? 151. Суя тĕне тытса пыракансем хăраса пурăнĕç, вĕсен чĕрисенче пĕр канлĕх пулас çук. Мĕншĕн тесен вĕсем тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине те, суя Турăсене те ĕненеççĕ, Чăн Турра та, суя турăсене те пуç çапса пурăнаççĕ. Анчах та суя турăсене ĕненме, вĕсене пуç çапса пурăнма пĕр сăлтав та çук. Суя тĕнпе пурăнакансем тамăка çунĕç. Чыссăр та намăссăр, суя тĕнпе пурăнакан чунсене çав тери хăрушă вырăн кĕтет! 152. Çÿлти Турă Хăй панă Сăмаха çирĕп тытнă. Турă эсир Вăл хушнипе тăшманпа кĕрешнĕ чух, тăшманпа паттăррăн çапăçнă чух Хăй мĕн шантарнине пурнăçланă, сире пулăшса пынă. Анчах та эсир тăшманран хăрама пуçласан, Турă Сăмахне пĕлтерекен арçын каланă сăмаха пĕр-пĕринпе сÿтсе явма, ун пирки тĕрлĕ шухăш пĕлтерме, пĕр-пĕринпе тавлашма тытăнсан, лару-тăру йăлтах улшăннă. Çÿлти Турă сире тĕрĕслесе тăшман хыççăн юлнă пурлăха кăтартнă. Çав пурлăх сире çав тери килĕшнĕ, вăл сире çапăçăва малалла тăсма чарса тăнă. Çав самантрах сирĕн йышра çĕр çинчи пурнăçшăн, çĕр çинчи пурнăç илемĕшĕн çунакансем те, ĕмĕрхи пурнăçшăн, леш тĕнче илемне курма ĕмĕтленекенсем те пулнă. Çÿлти Турă сире тĕрĕслес тенĕ. Çавăнпа та эсир çак çапăçуран çĕнтер ÿпе таврăнман, суя тĕнпе пурăнакан, усал туса çылăха кĕрекен тăшманран тарнă. Анчах та çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă сире пур-пĕрех каçарнă. Мĕншĕн тесен Вăл чăн тĕнпе пурăнакан, Турра ĕненекен чурисене хĕрхенет, каçарать, вĕсене Хăй ырăлăхне парать. 153. Вилĕмрен хăранипе çапăçу хирĕнчен никама курмасăр, йĕри-тавра мĕн пулса иртнине сăнамасăр тарнине аса илĕр! Турă Сăмахне пĕлтерекен арçын сире çапăçу хирне таврăнма, тăшманпа кĕрешме чĕнсе каланине аса илĕр! Анчах та эсир ăна итлемен! Турă Сăмахне пĕлтерекен арçынна усал тунăшăн, ăна кÿрентернĕшĕн, унăн кăмăлне хуçнăшăн сирĕн явап тытма тивнĕ. Çавăнпа та тăшман сире çĕнтернĕ. Анчах та пулни-иртни çинчен шутласа ан пурăнăр, шăпа йывăр килчĕ тесе ан кулянăр. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррин ырăлăхне шанса пурăнăр. Чăн калатăп: Çÿлти Турă эсир мĕн тунине, мĕнле пурăннине пĕлет. 154. Йывăр та салху кун хыççăн Çÿлти Турă сире канлĕх панă, сирĕн чĕр ÿсене лăплантарнă. Çавăнпа та Турра ĕненекенсен пĕр пайĕ каннă, тĕлĕрсе выртнă. Çав самантра теприсем хăйсен шăпишĕн кулянса ларнă. Вĕсем чăн тĕне йышăннă пулин те, Çÿлти Турă пирки суя тĕнле каланă: “Пирĕнтен нимĕн те килмен! Мĕн тăвайнă эпир? Çÿлти Турă пилĕнчен ăçта тарайăн? Мĕн усă пур пире çак çапăçуран?” Сăпайсăр та чăнлăха курман этем сăмахĕ ку! “Çут тĕнчери мĕн пур ĕç-пуç Çÿлти Турă аллинче”, – тесе хуравла. Вĕсем сана хăйсен шухăш-ĕмĕчĕсене пĕлтермеççĕ, пытарса усраççĕ. “Эпир сан сăмахна итлемен пулсан, хамăр мĕн тăвас тенине тунă пулсан, паян çапăçу хирĕнче выртса юлнисем чĕрĕ пулнă пулĕччĕç”, – теççĕ вĕсем сана. “Этем Турă панă шăпаран иртеймĕ. Эсир пурте килĕрсенче ларнă пулнă пулсан та, паян вилме çырнă çын пур-пĕрех çапăçу хирне килĕччĕ те пуçне хурĕччĕ. Çÿлти Турă сире тĕрĕслес тет, сирĕн т ÿрĕлĕхĕре курас тет. Вăл сире суя тĕн тасамарлăхĕнчен тасатас тет!” – тесе кала. 155. Чăн калатăп: çапăçу хирĕнчен икĕ çар тĕл пулнă кун тарнă çынсем шуйттан авăрне лекнĕ. Усал туса çылăха кĕни, таса чун-чĕреллĕ пулманни вĕсене пурнăç тăрăх такăнмасăр утма паман. Анчах та çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă вĕсене пур-пĕрех каçарнă. Мĕншĕн тесен Вăл хĕрхенет, каçарать. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри усал шухăшлă мар. 156. Турра ĕненекенсем! Суя тĕнпе пурăнакан çын евĕр ан пулăр! Вăл суту-илÿ тăвас е тăшманпа кĕрешес тесе инçе çула тухса пуçĕсене хунă ентешĕсене хисеплеме, вĕсен паттăрлăхне хаклама пĕлмест. “Мĕскĕнсем! Мĕне кирлĕ пулнă вĕсене çул çÿреве тухни? Пирĕнтен тĕслĕх илсе тăван килте юлнă пулсан паянхи кун та чĕрĕ пулнă пулĕччĕç вĕсем!” – тет суя тĕнпе пурăнакан этем. Çÿлти Турă çак этеме канăç памасть. Çавăнпа та суя тĕнпе пурăнакан çын ентешĕсемшĕн чунтан-чĕререн кулянать. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă чун кĕртет те вилĕм ярать. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă эсир мĕн туса пурăннине курать. 157. Турра ĕненекенсем! Çÿлти Турă ячĕпе çапăçу хирне тухса чăн тĕне х ÿтĕлесе пуçне хунă çын телейлĕ. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă унăн çылăхĕсене каçарĕ, ăна Хăй ырăлăхне парĕ. Çапăçу хирĕнчен чĕрĕ таврăннă чун ĕмĕр тăршшĕпе те çав ырлăха çитекен пурлăх, ылтăн-кĕмĕл пухаяс çук. 158. Çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă çынсем пурте Çÿлти Турă патне таврăнĕç. Вĕсен пĕр ĕçĕ те сая каяс çук. 159. Мухаммад! Çÿлти Турă ырăлăхне кура эсĕ те сана пулăшса пыракансемпе ырă кăмăллă та çепĕç. Эсĕ хаяр чĕреллĕ те усал çын пулнă пулсан, вĕсем санран пăрăнса утĕччĕç, сан сăмахна итлемĕччĕç. Вĕсем çине к ÿренсе ан пурăн. Каçар вĕсене. Турра та вĕсене каçарма ыйтса кĕлĕ ту. Вăл е ку ыйтăва татса панă чухне вĕсемпе канашла, вĕсен сĕнĕвĕсене итле. Кирек мĕн тума шут тытсан Çÿлти Турăран пулăшу ыйт, Турра шанса пурăн! Çÿлти Турă пулăшу ыйтакана, Турра шанакана юратать. 160. Çÿлти Турă сире пулăшса пырать пулсан, камран хăратăр эсир? Çÿлти Турă сирĕнпе пулсан, кам çĕнтерĕ сире? Анчах та Çÿлти Турă сире пулăшмасан, кам пулăшайĕ сире? Турра ĕненекен, чăн тĕнпе пурăнакан çын çут тĕнчене пултарнă Турра шантăр, Унран пулăшу ыйттăр. 161. Халăха Турă Сăмахне пĕлтерекен çыннăн пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Унăн çапăçу хирĕнче тăшманран юлнă пурлăха йĕркене пăсса хăй аллине илме юрамасть. Çÿлти Турă çирĕпленĕ йĕркене пăсакан çын явап кунне те çак пурлăхпа кĕтсе илĕ. Çав кун кашни чун Çÿлти урă умĕнче мĕн пур ĕçĕсемшĕн, мĕн пур шухăш-ĕмĕчĕсемшĕн явап тытĕ, хăй мĕн тивĕçнине курĕ. Çав кун пуринпе те тĕрĕс пулĕç, никама та йĕркене пăсса к ÿрентермĕç. 162. Усал туса çылăха кĕрекен, Турă Сăмахĕнчен иртекен çын таса пурнăçпа пурăнма ĕмĕтленекен, Турă пилленĕ çулпа утакан çынпа тан-и? Çук! Турă Сăмахĕнчен иртекен çын тамăка утать. Çав тери хăрушă вырăн кĕтет ăна. 163. Çÿлти Турă умĕнче те вĕсем пĕр-тан пулас çук. Мĕншĕн тесен тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри вĕсем мĕнле пурăннине пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех пĕлет. 164. Çÿлти Турă чăн тĕнпе пурăнакан, Турра ĕненекен çынсене çав тери аслă ырлăх панă. Мĕншĕн тесен вĕсем ĕлĕк сĕм тĕтĕмре пурăннă, суя тĕнпе пурăнса суя çулпа утнă. Анчах та Турă вĕсене пăрахман, вĕсене пĕтме паман. Вăл çак халăха т ÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калама вĕсен ентешне янă. Çав çын Çÿлти Турă хăвачĕпе Турра ĕненекенсене Турă Сăмахне пĕлтерет, çылăхĕсенчен тасатать, Сăваплă Коран аячĕсене, тĕрĕслĕхе вĕрентет. 165. Суя тĕнпе пурăнакансем çапăçу хирĕнче курнă асапăн икĕ пайран пĕр пайне курсан эсир: “Мĕншĕн пире çав тери йывăр шăпа килсе лекрĕ? Çак асапа мĕн туса тивĕçнĕ эпир?” – тесе ыйтнă. “Айăпăр хăвăрта!” – тесе пĕлтер. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă тем тума та пултарать. 166. Эсир Ухуд тăвĕ çывăхĕнчи çапăçура курнă инкек Çÿлти Турă хушнипе пулса иртнĕ. Икĕ çар тĕл пулнă кун тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри чăн тĕнпе пурăнакан, Турра чун-чĕререн ĕненекен çынсене тата 167. Икĕ питлĕ çынсене палăртса уйăрнă. “Килĕр те Çÿлти Турă ячĕпе тăшмана хирĕç тăрăр! Чăн тĕне х ÿтĕлемесен те хăвăра х ÿтĕлĕр, тăшмана ан парăнăр!” – тенĕ икĕ питлĕ çынсене. “Эпир çапăçма пĕлнĕ пулсан сирĕн çумăрта пулăттăмăр, тăшманпа çапăçăттăмă”, – тесе хуравланă икĕ питлĕ çынсем. Çав кун вĕсем чăн тĕне мар, суя тĕне çывăх пулнă. Икĕ питлĕ çынсем чĕрисенче çук туйăма сăмахпа каласа пĕлтереççĕ, Турра ĕненекенсене улталас теççĕ. Анчах та çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă вĕсен мĕн пур вăрттăн шухăш-ĕмĕчĕсене пĕлет. 168. Килĕсенче ларса юлнă, çапăçăва хутшăнма килĕшмен çынсем тăшманпа кĕрешсе пуçĕсене хунă ентешĕсем пирки: “Итлемерĕç вĕсем пире! Пур-пĕрех çапăçăва хутшăнчĕç! Мĕскĕнсем! Эпир каланине итленĕ пулсан паянхи кун та чĕрĕ пулĕччĕç!” – теççĕ. “Эсир Турă пилленĕ шăпаран иртес тетĕр-и? Эсир каланă сăмах чăнлăхпа т ÿ р килет пулсан, вилĕмлĕр пулса кăтартăр!” – тесе пĕлтер вĕсене. 169. Çÿлти Турă ячĕпе çапăçăва хутшăннă, тăшманпа кĕрешсе пуçне хунă çынна вилнĕ тесе ан калăр. Вăл вилмен, вăл чĕрĕ. Вăл Çÿлти Турă шантарни чăнлăх пулнине хăй куçĕпе хăй курать. 170. Вăл Çÿлти Турă ырăлăхĕпе чун-чĕререн савăнать. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă чăн тĕнпе пурăнакансене, Турра ĕненекенсене упрани, вĕсен чунĕсен лăплантарни, хуйхă-суйхăран çăлни ăна çав тери савăнтарать. 171. Çÿлти Турă ырăлăхĕ савăнтарать вĕсене. Çÿлти Турă чăн тĕнпе пурăнакансене, Турра ĕненекенсене тивĕçлĕ парне пани, вĕсен ырă ĕçĕсене çукка хăварманни çав тери савăнтарать вĕсене. 172. Инкеке лексен те т ÿрĕ çул çинчен пăрăнман, Çÿлти Турă тата Унăн Сăмахне пĕлтерекен арçын чĕнсе каланине йышăннă, вĕсене итленĕ чунсем телейлĕ. Мĕншĕн тесен тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри вĕсен пĕр ĕçне те сая ямасть, вĕсене Хăй ырăлăхне парать. Ырă тăвакан, Турă умĕнче çылăха кĕме хăраса пурăнакан çынна çав тери чаплă парне кĕтет! 173. Вĕсем нимĕнрен те хăраман! Чăн тĕне, Турра ĕненекенсене х ÿтĕлесе пуçĕсене хума хатĕр пулнă вĕсем! “Асăрханăр! Сире хирĕç çав тери пысăк çар çула тухнă! Хăраса тăрăр! Упрăр хăвăра!” – тесе пĕлтернĕ вĕсене. Анчах та çак сăмахсем вĕсене пĕрре те хăратман, вĕсен чĕринчи ĕненÿ туйăмне вăй кĕртнĕ кăна. “Пире Çÿлти Турă пулăшса пыни, Вăл пире х ÿтĕлени çителĕклĕ! Управçă Турăран пахи кам пултăр?!” – тенĕ вĕсем. 174. Тăван киле вĕсем пушă алăпа мар, Çÿлти Турă панă ырăлăхпа таврăннă. Çак мухтава тивĕç çынсене пĕр усал та хавшатман, сиен к ÿмен. Çавăнпа та вĕсем Çÿлти Турă пилленĕ çулпа утма васканă, Çÿлти Турă сăвапне шыранă. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Турă ырăлăхĕ аслă! 175. Сире шуйттан хăратма тăрăшать! Сире шуйттана пулăшса пыракан чунсем хăратма, т ÿрĕ çул çинчен пăрса яма тăрăшаççĕ! Анчах та ăслă пулăр! Турра ĕненетĕр пулсан, шуйттанран ан хăрăр! Чăн тĕнпе пурăнăр та Турă умĕнче усал туса çылăха кĕресрен хăраса пурăнăр! 176. Суя тĕне суйлакансемшĕн, суя тĕнпе пурăнакансемпе пĕрле пулма ĕмĕтленекенсемшĕн ан кулян. Чăн тĕнрен пăрăннипе, суя çул суйланипе вĕсем тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине пĕр сиен те к ÿмеççĕ. Çÿлти Турă хушнипе вĕсем леш тĕнчере ырлăх кураймĕç, тамăкра çунса асапланĕç. 177. Чăн тĕне сутса суя тĕн туяннă этем çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турра пĕр сиен те к ÿмест. Çак мĕскĕн чуна леш тĕнчере хăрушă асап кĕтет. 178. Суя тĕне тытса пыракан çын Çÿлти Турă ăна çĕр çинчи пурнăçпа савăнса пурăнма май панă тесе ан савăнтăр. Çÿлти Турă унăн пурнăçне çак самантрах татман, пурăнма май панă. Анчах та çакна ырăлăх тени йăнăш. Мĕншĕн тесен çĕр çинче пурăнса вăл усал ĕçĕсемпе çылăхĕсен виçине ÿстерĕ. Çавăнпа та леш тĕнчере ăна хăрушă асап кĕтет. Леш тĕнчере вăл намăс курĕ, çын кулли пулĕ. 179. Çÿлти Турă хăвачĕпе Турра ĕненекенсем тата суя тĕнпе пурăнакансем нихăçан та пĕр тан пулас çук. Турра ĕненекенсем нихăçан та суя турăсене ĕненекенсем евĕр суя çулпа утас çук. Çÿлти Турă тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине чун-чĕререн ĕненекен çынна тата икĕ питлĕ çынна уйăрĕ. Çут тĕнчене пултарнă Турă сире мĕн пур вăрттăн пĕлĕве пĕлтермĕ. Анчах та Вăл сирĕн йышран таса чун-чĕреллĕ çынсене суйласа илет те вĕсене Хăй Сăмахне пĕлтерет, халăха чăн тĕне таврăнма, т ÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калама ярать. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненĕр! Турă ячĕпе килнĕ, Турă Сăмахне пĕлтерекен çынсене йышăнăр! Мĕншĕн тесен Турра ĕненекен, Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăракан çынна хаклă парне кĕтет. 180. Çÿлти Турă панă ырăлăхпа хăй кăна усă куракан, ыттисене пулăшма хытакан çын Турă Сăмахĕнсен иртет. Анчах та вăл çакна ăнланмасть, хăй çылăхне курмасть, ырă тăватăп тесе шутлать. Йăнăшать вăл! Хăйне сиен к ÿрет вăл, хăйне айăп тăвать. Чĕрĕлÿ кунне вĕсем мăй çыххисем тăхăнса кĕтсе илĕç. Çав мăй çиххисем этем пурнăç тăршшĕпе пухнă, ыттисене пулăшма хытса тăнă мулран тăрĕç. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри кăна çÿ л т ÿпепе те, çĕрпе те чăн хуçа! Турă эсир мĕн тунине пĕтĕмпех пĕлет. 181. Çÿлти Турă: “Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррин нимĕн те çук! Вăл мĕскĕн те чухăн! Эпир вара калама çук пуян!” – тесе калакан çынсен сăмахне илтнĕ. Эпир вĕсен кашни сăмахне çырса пырăпăр, кашни сăмахĕшĕн явап тыттарăпăр. Вĕсен Турă хушнипе килнĕ çынсене ним айăпсăр вĕлернĕшĕн те явап тытма тивĕ. “Тамăка кĕрĕр те тамăк вутĕнче çунса асапланăр! 182. Çак асапа эсир усал туса çылăха кĕнипе, Турă Сăмахĕнчен иртнипе тивĕçнĕ. Эсир тамăкра асапланса çуннăшăн никам та айăплă мар. Пĕтĕм айăпĕ хăвăрта кăна. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă пуринпе те тĕрĕс, никама та йĕркене пăсса к ÿрентермест!” – тесе калăпăр Эпир вĕсене. 183. “Çÿлти Турă пире панă кĕнекере Турă Сăмахĕпе килекен пĕр çынна та ĕненме хушман. Турă Сăмахĕпе килекен, чăн тĕне йышăнса т ÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калакан çын асамлă пулăм кăтартсан кăна халăха ертсе пыма тивĕç. Вăл Турра халалланă чĕр-чуна т ÿперен çулăм анса кĕл тăвĕ. Çак асамлăх ку çын чăннипех те Турă хушнипе килнине, Турă Сăмахне пĕлтернине çирĕплетсе парĕ!” – теççĕ Израиль ывăлĕсем ислам тĕнне йышăнма чĕнсе каланине илтсен. “Мĕн калатăр эсир? Ман умĕн те сирĕн пата т ÿрĕ çул çине тăма, чăн тĕне таврăнма чĕнсе калакан çынсем килнĕ пулнă. Вĕсем сире эсир кĕтекен асамлă пулăма та кăтартнă. Анчах та эсир вĕсене пур-пĕрех йышăнман, вĕсен сăмахне итлемен. Мĕншĕн вĕлернĕ эсир вĕсене?” – тесе кала. 184. Израиль халăхĕ Турă Сăмахĕпе килекен, т ÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калакан нумай çынна йышăнман, суеçĕ тесе айăпланă. Çав çынсем хăйсем каланă сăмаха тĕрлĕ пулăмсемпе çирĕплетсе пани те, кĕнеке, пурăнма вĕрентекен, çутта кăларакан халал илсе килни те ултавлă çулпа утакан халăха ĕнентермен. Çавăнпа та вĕсем сана йышăнманни, сана суеçĕ тесе айăплани пĕрре те тĕлĕнтерекен япала мар. 185. Тĕнчене килнĕ пĕр чун та вилмесĕр юлмĕ. Анчах та явап кунĕ çитсен кăна пурте туллин явап тытĕç, хăйсем мĕн тивĕçнине курĕç. Тамăк вутĕнчен çăлăнса çăтмаха кĕме тивĕç пулнă чун телейлĕ. Çĕр çинчи пурнăç – вăйă-кулă, вăхăтлăх киленÿ. 186. Турра ĕненекенсем! Эпир сире тĕрĕслĕпĕр. Эпир пилленипе эсир пурнăçра çуклăх мĕнне те куратăр, пурăлăхра та çухататăр. Эпир пилленипе эсир чир-чĕр, хĕн-хур куратăр, тĕрлĕ пăтăрмах витĕр тухатăр. Турă панă кĕнекесене сума суса пурăнакансем, нумай турăлăх тĕнĕпе пурăнакансем, ют тĕн çыннисем сире нумай усал тăвĕç, к ÿрентерекен сăмахсем калĕç. Çавăнпа та чăтăмлă пулăр, Турă панă йывăрлăхсене тивĕçлĕн чăтса ирттерĕр, пире йывăр шăпа килсе лекрĕ тесе ан ÿпкелешĕр. Тĕрлĕ йывăрлăха чăтса ирттерни сирĕншĕн Çÿлти Турă панă ырăлăх евĕр пулĕ. 187. Турă панă кĕнекесене сума суса пурăнакан çынсене Çÿлти Турă: “Эпĕ сире кĕнеке парăп! Çак кĕнекери пĕр йĕркене те, пĕр сăмаха та халăхран ан пытарăр! Халăха вĕрентĕр, халăха çутта кăларăр!” – тесе каланă. Турă хушнине пурнăçлама килĕшнĕ вĕсем, анчах та панă сăмаха тытма пĕлмен. Вĕсем Турă Сăмахĕнчен иртсе ĕмĕрхи пурнăçа сутнă, çĕр çинчи пурнăç авăрне ыткăннă. Çав тери киревсĕр ĕç туса çылăха кĕреççĕ вĕсем! 188. Усал ĕçĕсене курса савăнакансем, туман ырă ĕçĕсемшĕн мухтанине тата мухтанма юратакансем çăлăнса юлаймĕç. Вĕсем тамăк вутĕнче çунса асапланĕç. 189. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă т ÿпепе те, çĕрпе те, т ÿпери тата çĕр çинчи мĕн пур чунпа, мĕн пур япалапа пĕртен-пĕр хуçа пулса тăрать. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри аслă, хăватлă. Пĕтĕм тĕнче Турă аллинче. 190. Чăн калатăп: Турă т ÿпепе çĕре пултарни, Турă хăвачĕпе çĕрпе кун улшăнса тăни ăслă-тăнлă çынна чăн тĕне таврăнма, т ÿрĕ çул çине тăма хистет. 191. Çав çын тăнă чухне те, ларнă чухне те, выртнă чухне те Çÿлти Турра асăнать, шухăша путать. “Турăçăм! Эсĕ çут тĕнчене ахальтен пултарман. Эсĕ çав тери таса та çутă! Турăçăм! Тамăк асапĕнчен çăлсам пире! 192. Турăçăм! Эсĕ хушнипе тамăка кĕрекен чун çав тери телейсĕр! Вăл тамăкра намăс курĕ. Усал туса çылăха кĕрекен, Турă Сăмахĕнчен иртекен çынна никам та пулăшас çук. 193. Турăçăм! Эпир Сан Сăмахна пĕлтерекене илтрĕмĕр! “Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненĕр!” – тесе каларĕ вăл пире. Эпир тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕнентĕмĕр. Турăçăм! Каçарсам пире! Каçарсам усал туса çылăха кĕнĕ чурусене! Каçарсам чурусен йăнăшĕсене! Турăçăм! Таса чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă чурусемпе пĕрле канлĕх тупма май парсам пире! 194. Турăçăм! Эсĕ пире Сан Сăмахна пĕлтерекенсем урлă шантарнине пурнăçласам, Сăмахна тытсам. Турăçăм! Явап тытмалли кун пире намăс курасран упрасам. Турăçăм! Эсĕ шантарнине пурнăçлатăн, панă сăмаха çирĕп тытатăн!” – тет вăл. 195. “Эсир пурнăçланă пĕр ĕçе те сая ярас çук Эпĕ. Арçын тунă ĕçе те, хĕрарăм тунă ĕçе те шута илĕп. Мĕншĕн тесен эсир пурте пĕр йăхран. Чăн тĕне упраса хăварас тесе тăван тăрăхран ют тăрăха куçса кайнă çын ĕçĕ те, чăн тĕне упраса хăварас тесе хур курнă, суя тĕнпе пурăнакансем хĕсĕрленипе тăван киле пăрахса çул çÿреве тухнă çын ĕçĕ те, чăн тĕне упраса хăварас тесе асап курнă çын ĕçĕ те, Турра ĕненекенсене х ÿтĕлесе тăшмана хирĕç тăнă, çапăçу хирĕнче пуçне хунă çын ĕçĕ те сая каяс çук. Эпĕ вĕсен çылăхĕсене каçарăп, вĕсене юхан шывсемпе пуян çăтмах пахчисене кĕртĕп. Çав тери чаплă парне кĕтет вĕсене! Çав тери аслă парне! Чăн калатăп: Çÿлти Турă ырăлăхĕнчен пахи нимĕн те çук!” – тесе калĕ çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă. 196. Суя тĕнпе тытса пыракансем тем те пĕр туни, хăйсем пурăнас тенĕ пек пурăнни, тĕрлĕ çитĕн ÿсемпе палăрни сана ан илĕрттĕр. 197. Мĕншĕн тесен суя тĕнпе пурăнакансем çĕр çинчи пурнăçа парăннă. Анчах та çĕр çинчи пурнăç, çĕр çинчи киленÿ нумая тăсăлас çук. Леш тĕнчере вĕсене тамăк вучĕ кĕтет! Çав тери хăрушă вырăн кĕтет вĕсене! 198. Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăракан çынна леш тĕнчере юхан шывсемпе пуян çăтмах пахчисем кĕтеççĕ. Унта вăл ĕмĕр-ĕмĕрĕпе киленсе пурăнĕ. Çÿлти Турă хăвачĕпе таса чун-чĕреллĕ çынсем леш тĕнчере канлĕх тупĕç, суя тĕнпе пурăнакансем çĕр çинчи пурнăçпа улталанĕç. 199. Чăн калатăп: Турă панă кĕнекесене сума суса пурăнакансен йышĕнче тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненекенсем те пур. Вĕсем Сăваплă Коран аячĕсене те, Турă ĕлĕк-авал панă кĕнекесене те йышăнаççĕ. Вĕсем хăйсене мăнна хумаççĕ, Турра пăхăнса пурăнаççĕ. Вĕсем Çÿлти Турă пĕлтернĕ чăнлăха сутса çĕр çинчи пурнăç киленĕвне туянмаççĕ. Чăн калатăп: вĕсене Çÿлти Турă парни, Çÿлти Турă ырăлăхĕ кĕтет. Чăн калатăп: Çÿлти Турă кĕттерес çук. 200. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Йывăрлăхра та, çапăçура та чăтăмлă пулăр! Тăшмана ан парăнăр! Çирĕп пулăр! Тăван тăрăха тăшманран упрăр! Турă умĕнче усал туса çылăха кĕресрен хăраса тăрăр! Вара, тен, телейлĕ пулатăр.

8.„Çапăçура тивĕçнĕ пурлăх“ ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Мухаммад! Çынсем санран çăпăçу хирĕнче çĕнсе илнĕ пурлăх çинчен ыйтаççĕ. Çапла кала: „Çапăçу хирĕнче çĕнсе илнĕ пурлăх Çÿлти Турăпа Унăн Сăмахне пĕлтерекен чун аллинче. Турă умĕнче çылăха кĕме хăраса тăрăр, пĕр-пĕринпе ан тавлашăр, килĕштерсе пурăнăр, пĕр-пĕрне ан ăмсанăр. Чăн тĕнпе пурăнатăр пулсан, Çÿлти Турра ĕненĕр, Çÿлти Турра тата Унăн Сăмахне пĕлтерекен ара пăхăнăр“. 2. Чăн тĕнпе пурăнакансен, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненекенсен чĕрийĕсем Çÿлти Турă ятне илтсен кăлт-кăлт тапаççĕ, усал туса çылăха кĕресрен хăраççĕ. Чăн тĕнпе пурăнакансем, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненекенсем Çÿлти Турă Сăмахне- Сăваплă Коран аячĕсене- илтсен т ÿрĕ çул çинче çирĕпленеççĕ. Вĕсем кирек епле лару-тăрура та Çÿлти Турăран пулăшу ыйтаççĕ, Çÿлти Турра шанаççĕ. 3. Чăн тĕнпе пурăнакансем, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненекенсем Çÿлти Турра мухтаса кĕлĕ вулаççĕ, Турра пуç çапса пурăнаççĕ. Вĕсем Эпир панă пурлăхпа тивĕçлипе усă кураççĕ, Çÿлти Турă ырăлăхне хаклама пĕлеççĕ, çавăнпа та пурлăхăн пĕр пайне нуша куракансене, чухăнсене пама шеллемеççĕ. 4. Вĕсем Турра чун-чĕререн ĕненеççĕ, пурнăçне Çÿлти Турă вĕрентнĕ пек йĕркелесе пыраççĕ. Чăн калатăп: Вĕсене Çÿлти Турăран çав тери аслă парне кĕтет, вĕсем Çÿлти Турă умĕнче çав тери пысăк хисепре. Турă вĕсен çылăхĕсене каçарĕ, леш тĕнчере телейлĕ тăвĕ. 5. Турă хушнипе эсĕ чăнлăха х ÿтĕлесе алла хĕç тытса суя тĕнпе пурăнакансене хирĕç çула тухнă. Турра ĕненекесенчен пĕр пайĕ санпа пĕр шухăшлă пулман пулин те, эсĕ вĕсене итлемен, Турă хушнă пек тунă. 6. Турра ĕненекенсенчен пĕр пайĕ санпа килĕшмен, Турă тăшмана хирĕç тухма хушнине ĕненмен, санпа тавлашнă. Çÿлти Турă пĕлтернĕ чăнлăха курман вĕсем. Çÿлти Турă хушни вĕсемшĕн вилме хушипе танах пулнă. 7. Турă сире тăшмансен икĕ ушкăнĕнчен пĕр ушкăнĕпе тĕл пултарма шантарнине аса илĕр. Эсир пуян, анчах та хĕç-пăшал тĕлĕшĕнчен айван ушкăнпа тĕл пулма ĕмĕтленнĕ, тăшмансен пурлăхне хăвăр алла илме шут тытнă. Анчах та Çÿлти Турă сире тăшман çарĕпе тĕл пулма пилленĕ. Вăл сире суя тĕнпе пурăнакансене çĕнтерме пулăшнă, чăн тĕн чăнлăхне çирĕплетнĕ. 8. Эсир Турă пулăшнипе пысăк та хăрушă çара çĕнтерни Çÿлти Турă Сăмахĕ чăнлăх пулнине çирĕплетет, суя тĕне аркатать, ултава тĕп тăвать. Анчах та çакă суя тĕнпе пурăнакансене çав тери к ÿрентернĕ. 9. Тăшман çарĕпе çапăçу хирĕнче тĕл пулсан Çÿлти Турра пулăшу ыйтса кĕлĕ тунипе аса илĕр. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри сире илтнĕ: „Эпĕ хушнипе сире пин пирĕшти пĕрин хыççăн тепри килсе пулăшĕ“. 10. Çÿлти Турă Сăмахĕ, Çÿлти Турă шантарса калани сирĕншĕн çав тери ырă хыпар пулнă. Çак ырă хыпар сире савăнтарнă, хавхалантарнă, тăшмана çĕнтерме вăй панă. Чăн калатăп: мĕн пур пулăшу- тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррин пулăшăвĕ, мĕн пур хăват- Çÿлти Турă хăвачĕ. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри аслă, мухтавлă. 11. Çÿлти Турă сире вăй кĕртме, сире канма май парса тĕлĕрмелле тунине аса илĕр. Çав самантра Турă хăвачĕпе эсир хăрушсăрлăхра пулнă. Çÿлти Турă çумăр çутарнине, сире çумăр шывĕпе тасамартан тасатнине, шуйттан хистенипе килекен шухăшсенчен хăтарнине аса илĕр. Çÿлти Турă сире вăй-хăват панине, чĕр ÿсене хăюлăх кĕртнине аса илĕр. Эсир Çÿлти Турă хăвачĕпе çирĕпленнине аса илĕр. 12. Чăн тĕнпе пурăнакансене пулăшма васкакан пирĕштисене Çÿлти Турă çапла каланă: „Чăн калатăп: Эпĕ сире пулăшса пырăп, ялан сирĕн çумра пулăп. Çавăнпа та Мана ĕненекен, чăн тĕнпе пурăнакан çынсене пулăшăр! Эпĕ хушнипе суя тĕнпе пурăнакансем хăюлăхне çухатĕç, хăракан пулĕç. Вĕсене пĕрре те ан хĕрхенĕр, пуçĕсене касăр та п ÿрне вĕçĕсене татăр. 13. Вĕсем çакна тивĕçнĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем суя тĕнпе пурăннă, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине тата Унăн Сăмахне пĕлтерекен çынна пăхăнман. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине тата Унăн Сăмахне пĕлтерекен çынна пăхăнман чун телейсĕр. Çавăнпа та вăл Çÿлти Турă хушнипе килекен асап çав тери хăрушă пулнипе пĕлсе тăрăр“. 14. Чăн Сăмах! Суя тĕнпе пурăнакансем! Эсир çак тĕнчере нихăçан та телейлĕ пулас çук. Сире асап кĕтет кунта. Эсир леш тĕнчере те нихăçан та телейлĕ пулас çук. Сире тамăк вучĕ кĕтет унта! 15. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Çапăçу хирĕнче тăшманпа куçа-куçăн тĕл пулсан ан тарăр, тăшман патне çурăмпа ан çаврăнăр, хăюллă пулăр. 16. Тăшмана курсан çапăçу хирĕнчен таракан, тăшаман патне çурăмпа çаврăнакан телейсĕр. Мĕншĕн тесен ăна Çÿлти Турă янă асап кĕтет. Çÿлти Турă çак мĕскĕн чунпа нихăçан та кăмăллă пулас çук. Çак чун тамăкра çунĕ. Ăна çав тери хăрушă шăпа кĕтет. Çапăçу хирĕнче тăшмана хирĕç тăма меллĕ вырăн шыраса тăшман патне çурăмпа çаврăнма чару çук. 17. Суя тĕнпе пурăнакансене çапăçу хирĕнче эсир вĕлермен, вĕсен пурнăçĕсене тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри татнă. Тăшман çарне эсир аркатман, Çÿлти Турă аркатнă. Тăшман çине эсĕ мар, Çÿлти Турă хăйăр сапнă. Çапла туса Вăл чăн тĕнпе пурăнакансене пулăшнă, вĕсене Хăй ырăлăхне панă, вĕсене тĕрĕсленĕ. Чăн калатăп: Çÿлти Турă пĕтĕмпех илтет, пĕтĕмпех пĕлет. 18. Çапла! Çапла чăн Сăмах! Çапла Çÿлти Турă Сăмахĕ! Суя тĕнпе пурăнакансен усал шухăш-ĕмĕчĕ нихăçан та пурнăçланас çук. Çÿлти Турă хăвачĕпе вĕсем çукка юлĕç, çын кулли пулĕç. 19. Суя тĕнпе пурăнакансем! Нумай турăлăх тĕнне тытса пыракансем! Эсир Турăран сирĕн тата чăн тĕнпе пурăнакансен шăписене татса пама ыйтнă пулнă. Эсир ыйтни Çÿлти Турă хушнипе пурнăçланнă, эсир çын кулли пулнă, çапăçу хирĕнче выляса янă. Чăн тĕнпе пурăнакансемпе ан çапăçăр, вĕсене алла хĕç тытса вĕлерме ан хăтланăр, вĕсене хирĕç вăрçăпа ан тухăр. Çак Сăмаха итлени сире усă к ÿрĕ. Анчах та пур-пĕрех чăн тĕнпе пурăнакансене хирĕç вăрçăпа тухсан çакна пĕлĕр: Эпир те сире хирĕç вăрçăпа тухăпăр, Эпир те сире хирĕç пулăпăр. Эсир çав тери йышлă пулни те сире пулăшас çук. Мĕншĕн тесен Турра ĕненекенсем сирĕнтен сахалрах пулин те, Çÿлти Турă вĕсене пулăшать, вĕсене упрать. 20. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненĕр, Ăна тата Вăл хушнипе халăха Унăн Сăмахне пĕлтерекен çынна пăхăнăр. Сăваплă Коран аячĕсене вуланине тимлĕ итлĕр, Коран аячĕсене пĕлтерекенрен ан пăрăнăр. 21. Хăшĕ-пĕри: „Эпир Сăваплă Коран аячĕсене вуланине илтнĕ“,- тет. Çак мĕскĕн чунсем евĕр ан пулăр. Мĕншĕн тесен вĕсем суяççĕ, вĕсем Коран аячĕсене вуланине илтмен, итлемен. 22. Турă пултарнă чунсенчен чи телейсĕрри те чи мĕскĕнни- хăлхаллă, анчах та чăнлăха илтмест, чĕлхеллĕ, анчах та чăннине каламасть, ăслă- тăнлă, анчах та нимĕн те ăнланмасть, чăнлăха йышăнмасть 23. Çак мĕскĕн чунра мĕн те пулин ырри пулнă пулсан, çак ырра Çÿлти Турă курĕччĕ. Анчах та Çÿлти Турă çак мĕскĕн чуна чăнлăха илтме май парсан та, вăл Турă Сăмахне илтес çук, т ÿрĕ çул çине тăрас çук. Вăл пур-пĕрех пăрăнса утĕ. 24. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненĕр, Турра тата Вăл хушнипе Унăн Сăмахне пĕлтерекен çынна пăхăнăр. Вĕсем сире чăн тĕне таврăнма чĕнсе калаççĕ, ĕмĕрхи пурнăç патне илсе çитерекен ĕçсене пурнăçлама хистеççĕ, таса чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă пулма хушаççĕ. Çавăнпа та вĕрентсе каланине итлĕр. Турă Сăмахне йышăнăр. Пĕлĕр: Турă этемпе этем чĕри хушшинче. Çÿлти Турă ирĕкĕ пулсан тин çын чăн тĕне таврăнса т ÿрĕ çул çине тăрать е суя тĕнпе пурăнса çылăха кĕрет. Пĕлĕр: явап тытмалли кун çитсен эсир пурте Ун умне пуçтарăнатăр, ĕçĕрсемшĕн явап тытатăр. 25. Пурнăçра тĕл пулакан инкек-синкекрен, йывăрлăхран сыхланăр, йăнăш туса çылăха кĕресрен хăраса тăрăр. Çак йывăрлăхсемпе таса чун-чĕреллĕ çынсем те, усал туса çылăха кĕрекенсем те тĕл пулĕç. Пĕлĕр: Çÿлти Турă хушнипе килекен асап хăрушă. 26. Турра ĕненекенсем! Хăвăр пĕчĕк ушкăн пулнине, суя тĕнпе пурăнакансен хушшинче пурăннине аса илĕр. Сире ун чухне ним вырăнне те хуман, хисеплемен, сирĕнтен кулнă, сире хĕсĕрленĕ. Ун чухне эсир хăраса пурăннă, тăшман аллине лекесрен, вăл сире вĕлересрен хăранă. Çÿлти Турă сире çав-çавах пăрахман, сире яланах пулăшса пынă. Унăн хăвачĕпе эсир ют хулана пурăнма куçнă, ют хула сирĕншĕн тăван кил евĕрех пулса тăнă, эсир унта х ÿтлĕх, пурăнма мĕн кирлине пĕтĕмпех тупнă. Çÿлти Турă сире хăй ырăлăхне панă. Çакна аса илĕр. Тен, çакăншăн эсир Турра тав тунă пулăттăр. 27. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Çÿлти Турра тата Вăл хушнипе халăха Унăн Сăмахне пĕлтерекене панă сăмаха çирĕп тытăр! Ан улталăр, икĕ питлĕ ан пулăр! Чăн тĕне çирĕп тытса пырăр, таса чун-чĕреллĕ пулăр. Чăн тĕн йăли-йĕркисене эсир пĕлетĕр. 28. Пĕлĕр: сирĕн мĕн пур пурлăхăр тата ывăлăр-хĕрĕр- Çÿлти Турă панă ырлăх. Анчах та çак ырлăх сире ĕмĕрхи пурнăçа мантарма пултарать, çĕр çинчи пурнăçпа киленсе пурăнма илĕртет. Çавăнпа та ан улталанăр, сире ĕмĕрхи пурнăçра кĕтекен ырлăха яланах асра тытăр, Çÿлти Турă хатĕрленĕ парне çав тери чаплă пулнине пĕлĕр. 29. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Çÿлти Турă умĕнче çылăха кĕресрен хăраса тăрăр! Турă умĕнче çылăха кĕме хăраса тăракан çын Çÿлти Турă пулăшнипе чăнлăхпа суяна уйăрать, т ÿрĕ çулпа утать. Çак чун телейлĕ. Мĕншĕн тесен Турă унăн йăнăшĕсене т ÿрлетет, çылăхĕсене каçарать. Чăн калатăп: Çÿлти Турă ырăлăхĕ чикĕсĕр. 30. Мухаммад! Суя тĕнпе пурăнакансем сана ирĕкрен хăтарма, вĕлерме е тăван тăрăхран хăваласа яма шутланине аса ил. Вĕсем сана сиен к ÿме шут тытнă, анчах та Çÿлти Турă вĕсен усал шухăшĕсене пурнăçланма май паман. Мĕншĕн тесен Çÿлти Турă усал шухăшсене пуринчен те лайăх аркатать. 31. Сăваплă Коран аячĕсене вуланине илтсен вĕсем: „Çак йĕркесене эпир унччен те илтнĕ, вĕсем пире пĕрре те тĕлĕнтермеççĕ. Çакăн евĕр хайлава эпир те çырма пултаратпăр. Эсир калани- ĕлĕк-авал пурăннă халăхсен юмах-халапĕ çеç“,- теççĕ. 32. Мухаммад! Суя тĕнпе пурăнакансем: „Турăçăм! Сăмаху чăнлăх пулнине çирĕплет, Коран аячĕсем чăнлăх пулнине ĕнентер! Эпир Сан Сăмахна йышăнмастпăр, çавăнпа та чуллă çумăр çутарса пире тĕп ту, чăн тĕнпе пурăнманшăн асап яр! Сăваплă Коран Сан Сăмаху пулнине çирĕплетсе пар!“- тесе каланине аса ил. 33. Анчах та эсĕ çав халăх хушшинче пурăнатăн, суя тĕнпе пурăнакан халăх хушшинче çÿретĕн. Çавăнпа та Çÿлти Турă вĕсем çине халех асап ярас çук. Вĕсем Турăран каçару та ыйтаççĕ, çылăхĕсемшĕн те ÿкĕнеççĕ. Çавăнпа та Çÿлти Турă вĕсене халех тĕп тăвас çук. 34. Çак чыссăр çынсем Мекка хулинче Турра пуç çапса пурăнмалли усал туса çылăха кĕме юраман çурта пăхса тăмаççĕ пулин те, чăн тĕнпе пурăнакансене çак сăваплă вырăнта Турра мухтаса кĕлĕ тума чараççĕ, çак сăваплă вырăна кĕртмеççĕ. Çак чыссăр халăх çине Çÿлти Туррăн ăçтан асап ярас мар-ха? Мекка хулинче Турра пуç çапса пурăнмалли усал туса çылăха кĕме юраман çурта чăн тĕнпе пурăнакан таса чун-чĕреллĕ çынсем çеç пăхса, упраса пурăнма пултараççĕ. Анчах та çакна нумайăшĕ пĕлмест. 35. Çак мĕскĕн чунсем Кааба çывăхĕнче тунă кĕлĕ- кĕлĕ мар, вăл аташса шăхăрни, алă çупни çеç пулнă. Çак çурт çумĕнче вĕсем намăса пĕлмесĕр çылăха кĕнĕ. Çавăнпа та вĕсене: „Эсир суя тĕнпе пурăннă, суя турăсене ĕненсе пуç çапнă, усал туса çылăха кĕнĕ! Халĕ Çÿлти Турă хушнипе килнĕ асапа тутанăр!“- тейĕç. 36. Чăн калатăп: суя тĕнпе пурăнакансем Турра ĕненекенсене хăйсен тĕнне çавăрасшăн, тÿрĕ çул çинчен пăрса ярасшăн. Çакна пурнăçлас тесе вĕсем пурлăхне те, ылтăн-кĕмĕлне те шеллемеççĕ, тĕпĕ-йĕрĕпе тăкаклаççĕ. Анчах та кĕçĕх вĕсем хăйсем йăнăшнине ăнланса илĕç, ÿкĕнĕç, çукка юлĕç. Чăн тĕнпе пурăнман, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненмен чун тамăка кайĕ. 37. Çÿлти Турă усал туса çылăха кĕнĕ чунсене тата таса чун-чĕреллĕ çынсене икĕ ушкăна уйăрĕ. Усал туса çылăха кĕнĕ чунсене Вăл пĕрин çине теприне хурса купа тăвĕ те, çак купана тамăка пăрахĕ. Чăн калатăп: вĕсем çав тери телейсĕр, вĕсем çукка юлнă чунсем. 38. Суя тĕнпе пурăнакансем Турра ĕненекенсемпе хирĕçме чарăнсан, чăн тĕнпе пурăнакансене хĕсĕрлеме пăрахсан Çÿлти Турă вĕсен çылăхĕсене каçарĕ. Анчах та суя тĕнпе пурăнакансем Турра ĕненекенсене пур-пĕрĕх хĕсĕрлесен, чăн тĕнпе пурăнакансенчен кулсан, вĕсене ĕлĕк-авалхи халăхсен хăрушă шăпи кĕтет. 39. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Нумай турăлăх тĕнĕпе пурăнакан çынсемпе кĕрешĕр, çут тĕнчере нумай турăлăх тĕнĕн йĕрĕ-палли те ан юлтăр, çут тĕнчери мĕн пур тĕн тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине пуç çапса пурăнма вĕрентсе калатăр. Суя тĕнпе пурăннă çын тÿрĕ çул çине тăрсан, чăн тĕне йышăнсан, çакна пĕлтĕр: Çÿлти Турă пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех пĕлет, Вăл чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçарать. 40. Суя тĕнпе пурăнакансем пур-пĕрех Турра ĕненекенсене хĕсĕрлени, вĕсенчен кулни, вĕсене пусмăрлани сире ан хăраттăр. Çÿлти Турă сире упранине, сире хÿтĕленине пĕлсе тăрăр! 41. Вăрçăра, çапăçу хирĕнче сирĕн аллăра лекнĕ тăшман пурлăхĕн пĕрре пиллĕкмĕш пайĕпе эсир хуçа мар. Çак пайпа тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри, Вăл хушнипе халăха Унăн Сăмахне пĕлтерекен ар, çывăх тăванăрсем, тăлăхсем, чухăнсем, тата çул-çÿреве тухнă çынсем хуçа. Енчен те эсир тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненетĕр пулсан, Эпир хамăр чурана икĕ çар тĕл пулнă кун пĕлтернĕ Сăмаха йышăнатăр пулсан, Турă çирĕплетнĕ йĕркесене пăхăнса пурăнăр. Чăн калатăп: Çÿлти Турă çут тĕнчери мĕн пур чунпа, мĕн пур япалапа пĕртен-пĕр хуçа пулса тăрать. 42. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Тăшман çарĕпе тĕл пулнă куна аса илĕр. Тăшман çарĕ инçетре тăнă, эсир тăрăхăн тепĕр пайĕнче пулнă. Çав самантра тăшман çарĕпе сирĕн çар хушшинче суя тĕнпе пурăнакансен Мекка хулине çул тытнă караван иртнĕ. Турра ĕненекенсем! Сире тăшманпа кĕрешме пулăшма шантарнă çынсем те пулнă. Çапах та çав кун эсир вĕсемпе ниепле те пĕрлешеймен, пĕр çара пуçтарăнайман. Анчах та Çÿлти Турă палăртни пурнăçланнă. Эсир, йышлă пулман пулин те, суя тĕнпе пурăнакансене хирĕç тăнă, тăшман çарĕпе çапăçу хирĕнче тĕл пулнă, тăшман çарне парăнтарнă. Çав çапăçура Турă пилленипе камăн вилмелле пулнă- вилнĕ. Камăн Турă пилленипе Турă Сăмахĕн чăнлăхне çирĕплетмелле пулнă, çавă чĕрĕ юлнă. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пĕтĕмпех илтет, пĕтĕмпех пĕлет. 43. Мухаммад! Çÿлти Турă пилленипе эсĕ тĕлĕкре суя тĕнпе пурăнакансен çарне курнă. Тĕлĕкре çав çар йышлă пулман. Çавăнпа та чăн тĕнпе пурăнакансем хавхаланнă. Мĕншĕн тесен вĕсем сан тĕлĕкÿ чăнлăхпа т ÿ р килнине пĕлнĕ. Эсĕ тăшман çарне тĕлĕкре Турă пилленипе йышлă курнă пулсан, чăн тĕнпе пурăнакансем хăранă пулĕччĕç. Анчах та Çÿлти Турă сире вилме паман, сире вилĕмрен çăлса хăварнă, сире хĕрхеннĕ, сире пулăшнă. Чăн калатăп: Вăл сирĕн шухăш-ĕмĕтĕрсене пĕтĕмпех пĕлет, чĕр ÿсенче мĕн упраннине курать. 44. Мухаммад! Тăшман çарĕпе тĕл пулнă куна аса ил. Çÿлти Турă хăвачĕпе вĕсем сире сахаллăн курăннă. Çавăнпа та эсир хавхаланнă, сирĕн вăй-халăр, хăюллăхăр çĕкленнĕ. Çÿлти Турă хăвачĕпе эсир те тăшмана сахаллăн курăннă. Çавăнпа та вăл Турра ĕненекенсен çарне тĕрĕс хак пама пĕлмен, улталаннă. Çапла майпа Çÿлти Турă палăртни пурнăçланнă, Çÿлти Турă Сăмахĕ чăнлăхпа т ÿр килнĕ. Мĕншĕн тесен Çÿлти Турă хушмасăр, Çÿлти Турă ирĕк памасăр çут тĕнчере нимĕн те пулса иртмест. 45. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Çапăçу хирĕнче тăшман çарĕпе тĕл пулсан çирĕп пулăр, хăюллă пулăр, нимĕнрен те ан хăрăр! Пĕр вĕçĕмсĕр Çÿлти Турă ятне мухтаса асăнăр, Çÿлти Турăран пулăшу ыйтăр! Тен, Турă сире пулăшĕ, тăшмана çĕнтерме май парĕ, сире телейлĕ тăвĕ. 46. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине тата Вăл хушнипе Унăн Сăмахне халăха пĕлтерекен чуна пăхăнăр, Çÿлти Турă Сăмахне йышăнăр. Пĕр-пĕринпе ан тавлашăр, пĕр-пĕринпе ан вăрçăнăр. Мĕншĕн тесен пĕр-пĕринпе тавлашни, пĕр-пĕринпе вăрçăнни сире хавшатать, вăй-халсăр тăвать. Çирĕп пулăр! Хăюллă пулăр! Турă çирĕп те хăюллă çынсемшĕн. 47. Хăйне мăнна хунипе, чап та мухтав шыраса тăван килĕне пăрахса çул-çÿреве тухнă çын мĕскĕн. Вăл нихăçан та сирĕншĕн тĕслĕх вырăнĕнче ан пултăр. Мĕншĕн тесен çак чун т ÿрĕ çулпа утмасть, вăл çынсене те Çÿлти Турă пилленĕ çул çинчен пăрса ярас тет. Анчах та Çÿлти Турă çак мĕскĕн чун мĕн тунине, мĕн шухăшланине пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех пĕлет. 48. Шуйттан тăрăшнипе, шуйттан вăй хунипе суя тĕнпе пурăнакан çынсем хăйсен çылăхĕсене курман, усал ĕçĕсене ырă тесе шутланă. „Нимĕнрен те ан хăрăр. Сире паян никам та çĕнтереймĕ, пĕр çын та сире парăнтараймĕ. Чăн калатăп: эпĕ ялан сирĕн çумра пулăп, сире пулăшса пырăп, сире хÿтĕлĕп“,- тенĕ шуйттан суя тĕнпе пурăнакансене çапăçăва тухма хистесе. Анчах та икĕ çар çапăçу хирĕнче тĕл пулсан шуйттан йăлтах улшăннă. „Эпĕ сире пулăшас çук, сирĕн çумра пулас çук. Чăн калатăп: эпĕ сирĕн куçа курăнманнине куратăп. Чăн калатăп: Эпĕ Çÿлти Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăратăп. Мĕншĕн тесен Турă хушнипе килекен асап çав тери хăрушă!“- тенĕ вăл. 49. Икĕ питлĕ çынсем тата чăн тĕне ячĕшĕн кăна тытса пыракансем: „Турра ĕненекенсем суккăр! Вĕсем хăйсен тĕнĕпе улталанса пурăнаççĕ, йĕри-тавра мĕн пулса иртнине тĕрĕс хаклама пĕлмеççĕ!“- тесе каланине аса ил. Анчах та Турра ĕненекен, Турăран пулăшу ыйтакан, Турра шанакан çын тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри аслă, мухтавлă, мăнаçлă та хăватлă пулнине хăй куçĕпе хăй курĕ. 50. Пирĕштисем суя тĕнпе пурăннă çынсен чунĕсене кăларнине курман эсĕ. Вĕсем Адамăн тÿрĕ çулпа утман ывăлне-хĕрне пичĕсемпе çурăмĕсенчен пĕр хĕрхенмесĕр çапаççĕ. „Тамăк вутĕнче çунăр! Тамăк асапне курăр! 51. Аллăрсемпе тунă усал ĕçсемшĕн, çылăхусемшĕн тамăкра çунăр! Çÿлти Турă Хăй чурисене пулăшать, вĕсене упрать, суя тĕнпе пурăнакан çынсен усалĕнчен хÿтĕлет“,- теççĕ вĕсем. 52. Çак чунсене пырса тивнĕ асап Çÿлти Турă хушнипе Фараон йăхне пырса тивнĕ асап евĕр. Çак чунсене пырса тивнĕ асап Çÿлти Турă хушнипе ĕлĕк-авал пурăннă халăхсене пырса тивнĕ асап евĕр. Вĕсем Çÿлти Турă Сăмахне ĕненмен, Турă Сăмахне йышăнман, тÿрĕ çул çине тăма килĕшмен. Усал туса çылăха кĕнĕшĕн вĕсен шăпи телейсĕр пулнă, Çÿлти Турă хушнипе вĕсем хăрушă асап курнă. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри аслă та хăватлă, Вăл хушнипе килекен асап çав тери хăрушă. 53. Çÿлти Турă Хăй пултарнă чунсене пурăнма мĕн кирлине пĕтĕмпех парать, çут тĕнчери мĕн пур чун Турă панă ырлăхпа ырă курса пурăнать. Анчах та этем хăйне мăнна хурса Турă панă ырлăха хаклама пĕлми пулсан, усал туса çылăха кĕме тытăнсан, усал шухăшсен авăрне лексен, Çÿлти Турă çынна панă ырлăха каялла илет. Мĕншĕн тесен Турă пĕтĕмпех илтет, пĕтĕмпех пĕлет. 54. Суя тĕнпе, нумай турăлăх тĕнĕпе пурăнакансен шăпи телейсĕр те кичем. Фараон йăхне тата ĕлĕк-авал пурăннă халăхсене пырса тивнĕ асап вĕсене те пырса тивнĕ, вĕсене те аркатнă. Вĕсем пĕри те тÿрĕ çулпа утман, Çÿлти Турă Сăмахне ĕненмен, Çÿлти Турă Сăмахне йышăнман, усал туса çылăха кĕнĕ. Çавăнпа та Эпир вĕсене хĕрхенмен, вĕсене тĕп тунă. Фараон çарĕ Эпир хушнипе шывра путнă. Чăн калатăп: вĕсем тÿрĕ çулпа утман, таса чун-чĕреллĕ пулман. 55. Чăн калатăп: суя тĕнпе пурăнакансем- Çÿлти Турă пултарнă чунсенчен чи чыссăрисем, чи телейсĕррисем. Мĕншĕн тесен вĕсем Турă Сăмахне илтиччен те ултав çулĕпе утса суя тĕнпе пурăннă, Турă сăмахне илтсен те чăн тĕне йышăнса тÿрĕ çул çине таврăнма килĕшмен. 56. Вĕсем хăйсен сăмахне нихăçан та тытмаççĕ, мĕн шантарнине нихăçан та пурнăçламаççĕ. Вĕсем чыссăр, вĕсем таса чун-чĕреллĕ те ырă кăмăллă мар. 57. Çапăçу хирĕнче тăшмана парăнтарсан алла хĕç тытса сире хирĕç тухнă суя тĕнпе пурăнакансене аркатăр, вĕсене сирĕнпе çапăçма, сире хĕсĕрлеме хистекенсене те салатăр, вĕсен усал шухăшĕсене тĕп тăвăр. Тен, çак икĕ питлĕ çынсем хăйсен йăнăшне ăнланса илĕç те çылăхĕсемшĕн ÿкĕнсе т ÿрĕ çул çине таврăнĕç. 58. Санпа килĕшÿ тунă, сана тăшмана хирĕç тăма пулăшма шантарнă çынна шанмастăн пулсан, килĕшĕве малалла тăснин усси çук. Çавăнпа та мĕн пур халăх умĕнче килĕшĕве татни çинчен пĕлтер. Мĕншĕн тесен эсир, Турра ĕненекенсем, панă сăмаха çирĕп тытатăр, икĕ питлĕ çынсене шанни вара кăлăхах. Чăн калатăп: Çÿлти Турă икĕ питлĕ çынсене юратмасть. 59. Турра ĕненмесĕр пурăнакан çынсен савăнма пĕр сăлтав та çук. Вĕсем çапăçу хирĕнчен тарнă пулин те Çÿлти Турă хушнипе килекен асапран çăлăнайман. Чăн калатăп: Эпир хушнипе килнĕ асап вĕсене хупăрланă. 60. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Çапăçу хирĕнче суя тĕнпе пурăнакансемпе тĕл пулма хатĕр пулăр, вăй-хал пухăр. Çапăçу хирне тухма ут утланман тата ут утланнă хĕçлĕ çынсене май килнĕ таран нумай хатĕрлĕр. Сирĕн вăй-халăра, йышăра курсан мĕн пур тăшман хăраса тарĕ. Сирĕн вăй-халăр, сирĕн мăнаçлăхăр эсир пĕлекен тăшмансене кăна мар, эсир пĕлмен тăшмансене те, икĕ питлĕ çынсене те хăратса тăрĕ. Çав чунсене Çÿлти Турă пурне те курать, пурне те пĕлет. Турă ячĕпе, чăн тĕне çĕклес тесе тăкакланă ылтăн-кĕмĕл, мĕн пур пурлăх каялла таврăнĕ, Çÿлти Турă никама та к ÿрентермĕ. 61. Суя тĕн тытса пыракансем Турра ĕненекенсемпе ăнланупа килĕш ÿре пурăнас тесен, эсĕ те вĕсемпе ăланупа килĕш ÿре пурăнма тăрăш, Çÿлти Турра шан, Çÿлти Турăран пулăшу ыйт. Мĕншĕн тесен Вăл пĕтĕмпех илтет, пĕтĕмпех пĕлет. 62. Суя тĕнпе пурăнакансем Турра ĕненекенсене улталас тени те сана ан хăраттăр, сана ан пăшăрхантартăр. Мĕншĕн тесен Çÿлти Турă сире упрать, сире пулăшса пырать, сире х ÿтĕлет. Сире Çÿлти Турă упрани çителĕклĕ. Çÿлти Турă хăвачĕпе Турра ĕненекенсем сана пулăшнă, тĕрлĕ йывăрлăхра хăйсен ырă ятне яман, çирĕп çынсем пулнă. 63. Çÿлти Турă хăвачĕпе вĕсем чăн тĕне, чăн тĕнпе пурăнакансене чун-чĕререн юратакан пулнă, Турă хăвачĕпе вĕсен чĕрисем пĕр чĕре евĕр пулнă. Çут тĕнчери мĕн пур ырлăха, мĕн пур ылтăн-кĕмĕле тăкакласан та, мĕн-пур майпа курсан та эсĕ вĕсен чĕрисене çывăхлатаяс çук. Анчах та Çÿлти Турă хăвачĕпе вĕсен чĕрисем çывăхланнă, пĕр чĕре евĕр пулнă. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри хăватлă, аслă, мухтавлă. 64. Çÿлти Турă сана тата чăн тĕнпе пурăнакансене упрани тата х ÿтĕлени çителĕклĕ. Çÿлти Турă сире пулăшса пыни çителĕклĕ. Çÿлти Турă пулăшăвĕнчен ырри мĕн пултăр? 65. Мухаммад! Турра ĕненекенсене çапăçу хирне тухса суя тĕнпе пурăнакансене хирĕç тăма хавхалантар. Çÿлти Турă пулăшнипе сирĕн йышри çирĕм паттăр суя тĕнпе пурăнакан ик çĕр çынна парăнтарĕ. Паттăрсен йышĕ çĕр çын пулсан, вĕсем суя тĕнпе пурăнакан пин çынна парăнтарĕç. Мĕншĕн тесен суя тĕнпе пурăнакансем мĕскĕн те хăюсăр çынсем, вĕсем чăнлăха курмаççĕ. 66. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Çÿлти Турă эсир паян сахаллăн пулнине пĕлĕт, Вăл сире хĕрхенет, сире ăнланать. Çавăнпа та Çÿлти Турă пулăшнипе сирĕн йышри çĕр паттăр суя тĕнпе пурăнакан ик çĕр çынна парăнтарĕ; паттăрсен йышĕ пин çын пулсан, вĕсем суя тĕнпе пурăнакан икĕ пин çынна парăнтарĕç. Чăн калатăп: Çÿлти Турă хăюллă та чăтăмлă арсене пулăшса пырать. 67. Çак çĕр çинчи мĕн пур тăшмана тĕп тумасăр суя тĕнпе пурăнакан çынсене тыткăна илни, тыткăна лекнĕ çынсене ылтăн-кĕмĕлпе е урăх пурлăхпа улăштарни килĕш ÿсĕр. Çÿлти Турă Хăй хушнипе халăха Унăн Сăмахне пĕлтерекен арсене çапла тума чарнă. Чăн калатăп: эсир çĕр çинчи пурнăçпа киленсе пурăнма, çĕр çинчи пурнăçра ырлăх курса пурăнма ĕмĕтленетĕр. Анчах та Çÿлти Турă сире ыррине кăна сунать, çавăнпа та леш тĕнчери пурнăçа асра тытма, çĕр çинчи пурнăçра асăрхануллă пулма хушать. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри хăватлă, аслă, мухтавлă. 68. Çÿлти Турă сирĕнпе çĕр çинчи пурнăçра мĕн пулса иртессине яланах пĕлнĕ, сирĕн шăпа Уншăн вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та Вăл сире çапăçу хирĕнче суя тĕнпе пурăнакансене тыткăна илме, вĕсен пурлăхĕпе усă курма ирĕк паман пулсан, сире хăрушă асап кĕтнĕ пулĕччĕ, сирĕн тыткăна лекнĕ тăшмана ылтăн-кĕмĕлпе, тĕрлĕ пурлăхпа улăштарнăшăн явап тытма тивĕччĕ. 69. Çапăçу хирĕнче сирĕн алла лекнĕ тăшман пурлăхĕпе пĕр иккĕленмесĕр усă курăр. Çак пурлăх сирĕншĕн таса, эсир усал туса çылăха кĕмесĕр çак пурлăхпа хуçа пулнă. Т ÿрĕ çулпа утăр, Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр, таса чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă пулăр. Чăн калатăп: Çÿлти Турă чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçарать. 70. Мухаммад! Тыткăна лекнĕ суя тĕнпе пурăнакан çынсене çапла кала: „Çухатнă пурлăхшăн пĕрре те ан кулянăр. Эсир таса шухăш-ĕмĕтлĕ пулсан, Турă сире чăн тĕнпе пурăнакансен аллине куçнă пурлăх вырăнне урăх ырлăх парĕ, çав ырлăх çухатнă ырлăхран лайăхрах пулĕ. Мĕншĕн тесен Çÿлти Турă сирĕн чĕр ÿсенче мĕн упраннине, эсир мĕн шухăшласа-ĕмĕтленсе пурăннине пĕтĕмпех пĕлет. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенет, каçарать. 71. Тыткăна лекнĕ тăшман пур-пĕрех чăн тĕнпе пурăнакансене хирĕç тăрсан, хăй шантарнине пурнăçламасан, сан умăнта панă сăмаха тытмасан, çакна пĕл: унччен малтан вĕсем Çÿлти Турă умĕнче панă сăмаха тытман, Турă умĕнче усал туса çылăха кĕнĕ. Çапла чыссăр пулнăшăн, усал шухăш-ĕмĕтлĕ пулнăшăн Çÿлти Турă пилленипе вĕсем çапăçу хирĕнче çĕнтереймен, чăн тĕнпе пурăнакансен аллине лекнĕ. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех пĕлет, Вăл аслă, мухтавлă, Вăл мĕн пур ыйтăва тĕрĕс татса парать. 72. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе, пурлăхне, ылтăн-кĕмĕлне, пурнăçне шеллемесĕр чăн тĕне упраса хăварас тесе Мекка хулинчен Медина хулине куçса килнĕ çынсем тата Медина хулинче вĕсене кĕтсе илнĕ, вĕсене пурăнма кил-çурт тата пурăнма мĕн кирлине панă çынсем пĕр-пĕрне пулăшса пурăнаççĕ, чăн тĕне çирĕп тытса пыраççĕ, т ÿрĕ çулпа утаççĕ. Чăн тĕне йышăннă, анчах та Мекка хулинчен Медина хулине пурăнма куçман çынсем сире çывăх мар, чăн тĕн тĕлĕшĕнчен эсир тăвансем мар. Анчах та вĕсем сирĕнтен тĕслĕх илсе Медина хулине пурăнма куçсан эсир пĕр-пĕриншĕн чи çывăх тăванран та çывăх пулатăр. Çапах та вĕсем сирĕнтен пулăшу, сĕнÿ-канаш, чăн тĕне вĕрентме ыйтсан- пулăшăр, пăрăнса ан утăр. Анчах та вĕсем сире Турра ĕненекенсемпе килĕшÿре пурăнакансене хирĕç тăма чĕнсе каласан, ан итлĕр, килĕшĕве ан пăсăр. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă пĕтĕмпех пĕлет, эсир мĕнле пурăннине пĕтĕмпех курать. 73. Турра ĕненекенсем яланах пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Эсир те, чăн тĕнпе пурăнакансем, çÿт тĕнчене пултарнă Çÿлти Турра ĕненекенсем, Турă Сăмахĕпе пурăнакансем, пĕр-пĕрне яланах пулăшса пырăр. Эсир пĕр-пĕрне пулăшмасан çут тĕнчере килĕшÿ пулас çук, ун чухне эсир хăвăр та усал туса çылăха кĕретĕр, тÿрĕ çул çинчен пăрăнатăр. 74. Турра ĕненсе чăн тĕне йышăннă, чăн тĕне упраса хăварас тесе пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр Медина хулине пурăнма куçнă, суя тĕнпе пурăнакансене хирĕç тăнă, чăн тĕне хÿтĕленĕ çынсем çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турра чун-чĕререн ĕненнĕ. Меккăран куçса килекенсене йышăннă, вĕсене хÿтлĕх панă, вĕсене пулăшса пынă çынсем çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турра чун-чĕререн ĕненнĕ. Вĕсен малашлăхĕ çутă та таса пулĕ. Вĕсем телейлĕ пулĕç, вĕсем çăтмах пахчинче канлĕх тупĕç. 75. Вăхăт иртсен Турра ĕненсе чăн тĕне йышăннă, Меккăран Мединăна пурăнма куçнă, çав хулари чăн тĕнпе пурăнакансемпе пĕрле тăшмана хирĕç тăнă çынсем сирĕнпе пĕр халăхран, пĕр ушкăнран, пĕр йышран. Анчах та Çÿлти Турă Сăмахĕпе килĕшÿллĕн пĕр йăх-тымартан тухнă çынсем пĕр-пĕриншĕн чи çывăх тăвансем. Çавăнпа та çут тĕнчерен уйрăлса кайнă çын хыççăн юлнă мĕн пур пурлăх унăн тăванĕсене куçать. Чăн калатăп: Çÿлти Турă пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех илтет, пĕтĕмпех пĕлет.

20. «Та Ха» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Та. Ха. 2. Мухаммад! Эпир сана Коран аячĕсене асап кÿрес тесе мар, 3. Турă умĕнче çылăха кĕме хăракансене чăнлăх пĕлтерме, вĕсене чăн тĕн çутине кăларма уçса панă. 4. Коран аячĕсене сана такам мар, çĕрпе çÿл тÿпене пултаракан Турă Хăй пĕлтернĕ. 5. Вăл çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне парать. Вăл – тÿпепе çĕр патши. 6. Тÿпере, çĕр çинче, çĕрпе пĕлĕт хушшинче тата çĕр айĕнче мĕн пурри пĕтĕмпех Унăн аллинче. 7. Çÿлти Турă эсĕ пурте илтмелле е пăшăлтатса калаçнине те, чун-чĕрере мĕн упранине те пĕлсе тăрать. Унран нимĕн те пытараймăн. 8. Çÿлти Турă – пĕртен-пĕр Турă. Чăн Турăсăр пуçне тек пĕр турă та çук. Çÿлти Туррăн чи илемлĕ те таса ятсем. 9. Мухаммад! Моисейпе мĕн пулса иртни çинчен каланине илтнĕ-и эсĕ? 10. Çĕрле Египета утнă чухне вăл инçетре çулăм йăлкăшнине курнă та тăванĕсене: “Эпĕ инçетре çулăм йăлкăшнине куртăм. Кĕтĕр, эпĕ çав çулăм патне кайса килĕп. Тен, унта кăвайт чĕртме вутă та тупăп, Египета хăш çулпа каймаллине те ыйтса пĕлĕп”, – тенĕ. 11. Çулăм патне çывхарсан вăл тÿперен сасă янăранине илтнĕ: “Моисей! 12. Эпĕ – Чăн Турă, санăн Турру. Уруна хыв, çак сăваплă вырăна ан варала. Мĕншĕн тесен эсĕ халь сăваплă Това тăрăхĕнче тăратăн. 13. Эпĕ сана çынсене Ман Сăмаха пĕлтерме суйласа илтĕм. Çавăнпа та Эпĕ мĕн каланине тимлĕ илте, пĕтĕмпех асра тыт. 14. Эпĕ – чăн Турă. Эпĕ – пĕртен-пĕр Турă. Мансăр пуçне урăх пĕр турă та çук. Çавăнпа та Мана ĕненсе пуç çап, Ман ятăма асăнса кĕлĕ вула. Кĕлĕ йĕркине ан пăс, яланах Мана асра тыт. 15. Шантарса пĕлтернĕ явап кунĕ çитĕ. Çакăн пирки пĕрре те ан иккĕленĕр. Ун чухне Эпĕ мĕн çут тĕнчери мĕн пур чурана Хам ума пухса шухăшĕсемпе ĕçĕсемшĕн явап тыттарăп та, кам мĕн тивĕçнине пĕлтерĕп. Анчах та çак самант хăçан çитессе эсир те, çут тĕнчери пĕр чун та пĕлес çук. Ку сирĕншĕн çав тери пысăк вăрттăнлăх. Явап кунĕ хăçан çитессе пĕр Турă кăна пĕлет. 16. Явап кунне ĕненмен çын нумай. Анчах та вĕсен сĕмсĕрлĕхĕ сана тÿрĕ çултан пăрса ан ятăр, пуçна ан çитĕр. Ан итле эсĕ вĕсен суя сăмахĕсене. 17. Моисей! Эсĕ сылтăм аллунта мĕн тытса тăратăн?” 18. “Кĕтÿç туйи. Çула тухсан эпĕ ăна нихăçан та алран ямастăп. Çак туяпа эпĕ сурăхсем валли йывăç çинчен çулçă çапса антаратăп, тискер чĕр-чунсене хăрататăп тата ытти нумай ĕçре усă куратăп”, – тенĕ Моисей. 19. “Туйуна çĕр çине пăрах!” – хушнă ăна Çÿлти Турă. 20. Моисей аллинчи туяна çĕр çине пăрахнă та, çав туя самантрах явкаланса шăвакан çĕлен пулса тăнă. 21. “Çĕлене аллуна ил. Ан хăра, Эпĕ хушнипе вăл каялла туя пулса тăрĕ”, – тенĕ тÿперен илтĕнекен сасă. 22. Чирлĕ аллуна хĕве чик те, вăл самантрах тÿрленсе тап-таса та сывă пулса тăнине курăн. Моисей! Çак асамлă пулăмсем эсĕ чăннипех те Турă çынни пулнине, Турă Сăмахне пĕлтернине çирĕплетĕç”. 23. “Çак асамлă пулăмсем Пирĕн хăвата çирĕплетĕç, эсĕ чăннипех те Турă Сăмахне пĕлтернине, Турă халăха чăн тĕне таврăнма чĕнсе калама суйланă çын пулнине ĕнентерĕç. 24. Халĕ вара пĕр тăхтамасăрах Фараон патне кай. Вăл чăннипех çав тери чыссăр та çылăхлă пурнăçпа пурăнать, намăса та пĕлмест. Эсĕ ăна пĕртен-пĕр Турра ĕненсе пуç çапма, чăн тĕне йышăнма чĕнсе кала!” – хушнă тÿпери сасă. 25. “Турăçăм! Чун-чĕреме тĕрлĕ усалран тасатсам, Сан Сăмахна çитерсе пама пулăшсам! 26. Çак ĕçе çăмăллатсам, ăна тивĕçлипе пурнăçлама пулăшсам! Çăмăллатсам ман çине тиенĕ çĕклеме! 27. Турăçăм! Манăн тытăнчăклă калаçăва илем кÿрсем, 28. Сăмахăма çынсемшĕн ăнланмалла тусам! 29. Тăвансем хушшинчен мана пулăшса пыма 30. Аарон пиччеме палăртсам. 31. Вăл çак çăмăл мар ĕçре мана пулăшса, вăй-хăват парса тăтăр. 32. Турăçăм! Мана хушнă ĕçе пиччепе иксĕмĕре пайласа парсам, 33. Пире Сана, Санăн хăватна пĕр вĕçĕмсĕр мухтаса тăмалла тусам! 34. Турăçăм! Сан илемлĕ ятусене пĕр вĕçĕмĕсĕр мухтав сăмахĕсемпе асăнса тăмалла тусам! 35. Турăçăм! Эсĕ чăннипех те эпир мĕн тунине пĕтĕмпех куратăн, пĕтĕмпех пĕлетĕн!” – тесе кĕлĕ тунă Моисей. 36. Çÿлти Турă: “Моисей! Эсĕ мĕн ыйтнине Эпĕ йăлтах панă сана. 37. Аса илсем: Эпĕ сана нихăçан та пăрахман, сана яланах пулăшса пынă. 38. Сана, Израиль ывăлне, вилĕмрен çăлас тесе Эпир аннÿне çапла хушнă пулнă: 39. “Ывăлна карçынккана вырттар та юхан шыва яр. Уншăн пĕрре те ан кулян. Эпир ăна пăрахмăпăр: шыв хумĕсем карçынккана çыран хĕррине илсе тухĕç те, карçынккара выртакан ачана Фараон хăй усрава илĕ”. Фараон Маншăн та, саншăн та чĕр тăшман пулин те, сана нимĕн те туман. Моисей! Эпĕ сана пăрахмарăм, сана пил парса тĕрлĕ усалран упраса хăвартăм. Ман хăвата пула эсĕ ырă кăмăллă та таса чун-чĕреллĕ çын пултăн. 40. Моисей! Эпир хушнипе сан аппу Фараон патне пынă та, çыран хĕрринче тупнă ачана пăхса ÿстерме пултаракан хĕрарăма паллани çинчен пĕлтернĕ. Çав хĕрарăм сан аннÿ пулнă. Çапла майпа Эпир сана тăван аннÿ патне тавăртăмăр, нумай хуйхă-суйхă курнă хĕрарăм чунне йăпатса савăнтартăмăр. Темиçе çул иртсен, эсĕ пĕр хирĕçÿре çынна вĕлерсен, Эпир сана пăрахмарăмăр, канлĕх патăмăр, анчах та çак йывăрлăхпа сан чăтăмлăхна тĕрĕслерĕмĕр. Фараон çыннисенчен хăранипе эсĕ нумай çул хушши мадйан халăхĕпе пурăнтăн, Египета Эпир палăртнă вăхăт тĕлне кăна таврăнтăн. 41. Мĕншĕн тесен Эпĕ сана халăха Турă Сăмахне пĕлтерекен турăм, çынсене чăн тĕне йышăнма чĕнсе калакан пулма суйларăм! 42. Çавăнпа та пиччÿпе иксĕр Фараон патне кайса ăна тÿрĕ çул çине тухма чĕнсе калăр, хăвăр Турă хушнипе килнĕ çынсем пулнине пĕлтерĕр. Пуçăрсене нихăçан та ан усăр, Ман ятăма пĕр ывăнми мухтаса асăнăр, Манран пулăшу ыйтăр. 43. Фараон патне кайăр та ăна тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе чăн тĕне йышăнма чĕнсе калăр. Мĕншĕн тесен вăл кунсерен усал ĕçсем туса çылăха кĕрет, çынсене асаплантарса хĕн-хур кăтартать. 44. Эсир унпа ĕнентермелле калаçăр, к ÿрентерсе кăмăла хуçакан сăмахсем ан калăр. Тен, вăл сирĕн сăмахăра йышăнса хăй тунă йăнăшсене ăнланса илĕ те Мана чун-чĕререн ĕненекен пулĕ”, – тенĕ. 45. “Турăçăм! Эпир Фараон пире курнă-курманах тыткăна илсе асап к ÿресрен хăратпăр”, – тесе йăлăннă Моисейпе Аарон Турăран пулăшу ыйтса. 46. “Фараонран пĕрре те ан хăрăр. Эпĕ сире пăрахмăп, сирĕнпе мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех сăнаса тăрăп, сирĕн çумăрта пулăп. Вăл сире пĕр сиен те к ÿрес çук. 47. Ун патне кайăр та çапла калăр: “Эпир – Турă хушнипе çыннисем. Вăл пире сана т ÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калама ячĕ. Турă сана Израиль ывăлĕсене пирĕнпе яма хушать. Ан чар. Израиль ывăлĕсене ирĕке яр. Вĕсене асаплантарма чарăн. Эпир сан пата пушă алăпа килмен – пирĕн эпир калакан сăмах чăнлăхне çирĕплетекен пулăмсем пур. Пĕлсем: Турă пилленĕ çулпа утакан çынна канăçлăх, Турă каçарăвĕ, çăтмахри киленÿ кĕтет. 48. Çÿлти Турă пире чăнлăха ĕненмен, тĕрĕс çул çине тăма килĕшмен çынна асап кĕтни çинчен пĕлтерчĕ”, – тесе калăр”, – тенĕ Çÿлти Турă. 49. Çак сăмахсене илтсен Фараон Моисейрен: “Кам-ши санăн Турру?” – тесе ыйтнă. 50. “Пирĕн Турă – чăн Турă, Çÿлти Турă. Вăл çут тĕнчери мĕн пур чуна пултарса кашнин сăн-сăпатне, кĕлеткине палăртнă та тĕрĕс çулпа утма, чăн тĕнпе пурăнма пилленĕ”, – тенĕ Моисей. 51. “Апла пулсан, иртнĕ ăрусем пирки мĕн калăн-ши эсĕ? Леш тĕнчере вĕсемпе мĕн пулса иртнĕ-ши?” – тесе ыйтнă Фараон. 52. “Çакна пĕр Турă кăна пĕлет. Çакна Вăл уçăмлă кĕнекере палăртнă. Турă нихăçан та йăнăшмасть, нимĕн те манмасть. Çавăнпа та кашни чун çак тĕнчери мĕн пур ĕçĕшĕн мĕн пур шухăш-ĕмĕчĕшĕн явап тытĕ, хăй мĕн тивĕçнине пĕлĕ”, – тенĕ Моисей. 53. Турă Хăй чурисене пурнăç парса çĕр çинче пурăнма май панă, вĕсене пĕр-пĕринпе çыхăну тытма çулсем йĕркеленĕ, т ÿперен çумăр çутарнă. Çÿлти Турă хăвачĕпе эсир çымăр шывĕпе, Турă панă ырăлăхпа усă куртăр, хăвăра тăранса пурăнмалăх пахча-çимĕç, улма-çырла, тырă-пулă çитĕнтеретĕр. 54. Çак çимĕçсене çисе вăй-хăват пухăр, кĕтĕвĕрсене улăха çÿретĕр. Турă сире Хăй ырăлăхне пани ăслă-тăнлă та таса чун-чĕреллĕ çынсене Турра ĕненме, Турă Сăмахне йышăнма, т ÿрĕ çул çине тăма хистет. 55. Эпир сире тăмран пултарнă. Çут тĕнчерен уйрăлса кайсан эсир çĕр айне кĕрсе тăпра пулатăр. Унтан Эпир сире чун кĕртсе вил тăпри айĕнчен кăларăпăр. 56. Эпир Фараона Хамăр пĕртен-пĕр Турă пулнине, Пирĕн Хăвата çирĕплетекен, Моисей каланă сăмахсем чăнлăх пулнине ĕнентерекен пулăмсене кăтартрăмăр, анчах та вăл вĕсене йышăнмарĕ. 57. “Моисей! Эсĕ тухатласа пире тăван тăрăхран хăваласа ярас тетĕн-и? Хăвăн халăхна пирĕн çĕр çинче хуçа тăвас тетĕн-и? 58. Эпир санран хăрамастпăр. Пирĕн те тухатлама, юмăç яма пĕлекенсем пур. Атя ăмăртса пăхар. Хăçан тата ăçта ăмăртассине хăв палăрт. Эпир хамăр сăмаха çирĕп тытăпăр!” – тенĕ Фараон. 59. “Ăмăртăва капăрлану кунĕнче ирттерĕпĕр. Çак кун сирĕншĕн уяв кунĕ шутланать. Эсир пурте ăна паллă тăватăр. Çав кун ир-ирех халăха пухăр та, ăмăртăва пуçлăпăр!” – хуравланă Моисей. 60. Фараон хăй керменне таврăнсан патшалăхри чи сумлă та паллă юмăçсемпе тухатмăшсене пухнă та Моисей палăртнă вырăна çул тытнă. 61. “Епле хăрушă инкек кĕтет сире! Эсир суя тĕнпе пурăнса Турă çинчен хăвăр пĕлменнине суйса калатăр, тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри çинчен суя сăмах саратăр. Эсир Турă хăвачĕпе пулса иртекен асамлă пулăма тухатлани тетĕр. Çавăнпа та сире хăрушă асап кĕтет. Турра хисеплемен, Ун çинчен суя сăмах саракан çын нихăçан та телейлĕ пулаймĕ! Нихăçан та çав çын çăтмаха кĕреймĕ!” – тесе каланă Моисей Фараонпа унăн юмăçĕсемпе тухатмăшĕсене. 62. Çак сăмахсене илтсен юмăçсемпе тухатмăшсем Турă хушнипе килнĕ çыннине хирĕç мĕн тумалли çинчен каварлашнă, кашниех хăй шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ. 63. “Çак арçынсем Турă хушнипе килнĕ çынсем мар. Турă Сăмахне пĕлтермеççĕ кĕсем! Вĕсем ăста юмăçсем кăна, тухатлама пĕлекенсем! Вĕсем тĕрлĕ асамлăх кăтартса Фараон халăхне хисеплĕ те мухтавлă çул çинчен пăрса, çак çĕр-шывран хăваласа ярасшăн! – тенĕ вĕсем. – 64. Туссем! Çавăнпа та мĕн пур вăй-халăра пухăр та çак çынсене хирĕç тăрăр. Паянхи ăмăртура çĕнтерекенсем чăннипех те телейлĕ пулĕç! 65. Моисей!Эсĕ туйуна малтан пăрахăн-и е эпир?” 66. “Эсир пуçлăр!” – тесе каланă вĕсене Турă хушнипе килнĕ çын. Юмăçсем туйисемпе вĕренĕсене çĕр çине пăрахнă та, лешсем çĕлен евĕр явкаланма тытăннă. 67. Çакна курсан Моисей пăшăрханнă, хăйне çĕнтересрен хăранă. Мĕншĕн тесен вăл Турă кăтартнă асамлăха халăх çын тухатланинчен уйăрса илеймест пуль тенĕ. 68. “Моисей! Ан хăра! Эсĕ пур-пĕрех çĕнтерĕн! – тесе пĕлтертĕмĕр Эпир ăна. – 69. Сылтăм алăри туяна çĕр çине пăрах та, вăл çав самантрах çĕлен пулса тăнине, юмăçсен туйисемпе вĕренĕсене çăтса янине курăн. Ан ман: тухатлакан, юмăç пăхакан çын нихăçан та, ниçта та телейлĕ пулмĕ!” 70. Моисей Турă хушнине пурнăçланă та, туя çĕлен пулса тăрса юмăçсен туйисемпе вĕренĕсене пĕтĕмпех çăтса янă. Фараон тухатмăшĕсем çакна курсан çав тери тĕлĕннĕ, чĕркуçленсе: “Эпир Моисейпе Аарон Туррине ĕнентĕмĕр!” – тесе пуç çапнă. 71. Çакна курсан Фараон çав тери тарăхнă. “Мĕн хăтланатăр эсир? Мĕншĕн манран ирĕк ыйтмастăр? Мĕншĕн манран ирĕк ыйтмасăр Моисей калани чăнлăх пулнине ĕнентĕр? Тен, эсир ăна пăхăнса пурăнатăр? Тен, вăл сире юмăç яма, тухатлама вĕретнĕ? Çакăншăн эпĕ халех аллăр-урăрсене хĕреслетсе таттарăп та кĕлеткĕрсене пальма йывăçĕсем çине çактарăп. Вара тин эпĕ е Моисей Турри вăйлăрах пулнине, кам вăйлăрах асаплантарнине ăнланса илетĕр, манăн е Моисей Туррин ĕмĕрĕ вăрăмрах пулнине пĕлетĕр!” – тенĕ. 72. “Эпир тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕнентĕмĕр. Çавăнпа та эпир сан кăмăлна тивĕçтерес тесе Турă уçса панă чăнлăха манас çук. Эсĕ пирĕншĕн нихăçан та Турăран çывăх пулаймăн. Эпир нихăçан та Унран пăрăнса сан енне çаврăнмăпăр. Çавăнпа та хăв шантарнă асапа вăраха ан яр. Анчах та çакна пĕл: эсĕ пирĕншĕн никам та мар. Эсĕ çак пурнăçра çеç хăвна хуçа пек тытма пултаратăн. Леш тĕнчере вара пачах урăхла пулса тухĕ. 73. Эпир чăн Турра – тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕнентĕмĕр. Эпир çак чăнлăхран нихăçан та пăрăнас çук. Эпир Вăл пире хĕрхенессе, пирĕн çылăхсене, эсĕ хушнипе тунă усал ĕçсене каçарасса шанатпăр. Турăран пахи, Турăран асли никам та çук. Вăл яланах пулнă, пур, пулĕ!” – тенĕ юмăçсемпе тухатмăшсем. 74. Турра ĕненмен, усал туса çылăха путнă çын Турă умĕнче те çылăхлă та вараланчăк пулса тухса тăрĕ. Çавăнпа та вăл телей кураймĕ, тамăка кĕрĕ. Унта вăл пурăнма та пурăнаймĕ, вилме те вилеймĕ, ĕмĕр-ĕмĕрĕпе асапланĕ. 75. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненнĕ, пурнăçне ырă ĕçсем туса ирттернĕ çын çав тери телейлĕ! Леш тĕнчере ăна Турă парни – 76. Тăп-тăрă çăл куçсемпе пуян çăтмах пахчи кĕтет. Унта вăл ĕмĕрлĕхе кĕрĕ. Çапла парне кĕтет суя тĕн тасамарлăхĕнчен тата çылăхсенчен тасалса чăн тĕнпе пурăннă, Турра пăхăннă çынсене. 77. Акă тинех Моисее çапла хушрăмăр: “Çĕрле Манăн чурасене пухса Фараон çĕр-шывĕнчен тухса кай. Тинĕс хĕррине çитсен туйупа тинĕс шывне çапса ил те тинĕс шывне сирсе типĕ сукмак хыв. Тăшман аллине лекесрен те, шывра путса вилесрен те ан хăра”. 78. Моисей Турă хушнă пек тунă. Израиль ывăлĕсем Египетран тухса тарнине сиссен Фараон вĕсене тавăрас тесе çарĕпе çула тухнă. Анчах та Фараон çарĕ тинĕс тĕпĕпе хывнă сукмак çине тухсанах шыв хăй вырăнне таврăннă та вĕсене хупласа хунă. 79. Фараон хăй те т ÿрĕ çулпа утман, халăхне те ултав çулĕпе уттарнă, суя тĕнпе пурăнтарнă. 80. Израиль ывăлĕсем! Эпир сире Фараон çарĕнчен, ун асапĕнчен хăтарнă. Сире асапран хăтарма Эпир Моисей урлă шантарнă. Ун чухне вăл Синай тăвĕн сылтăм тайлăмĕнче пулнă. Унтан Эпир сире пуш хирте çÿретрĕмĕр, выçăран хăтарса сăваплă апатпа путене ашĕ патăмăр та çапла хушрăмăр: 81. “Эпир панă апат-çимĕçе тăраниччен çийĕр, анчах та виçине пĕлĕр, хырăмăрсене тултарас тесе ан çунăр. Турă умĕнче çылăха кĕресрен хăраса тăрăр! Манăн Сăмахран иртекен чун нихăçан та телейлĕ пулаймĕ! Ăна çав тери хăрушă асап кĕтет! 82. Эпĕ пĕртен-пĕр Турра кăна ĕненекен, ырă ĕçсем тăвакан, çылăхĕсемшĕн ÿкĕнсе тĕрĕс çул çине тăракан çынна каçаратăп!” 83. “Моисей! Мĕншĕн эсĕ халăхунтан уйрăлса Синай тăвĕ енне васкарăн?” – тесе ыйтнă Çÿлти Турă. 84. “Турăçăм! Эпĕ вĕсенчен тарман, вĕсене пăрахман. Ман халăхăм Эсĕ пилленĕ çулпах утать. Эпĕ вара Сан пата Сан сăвапна курас, Санăн кăмăлна тивĕçтерес тесе васкарăм!” – тенĕ Моисей. 85. “Эпĕ сан халăхна тĕрĕслес тĕрĕм. Эсĕ çула тухсанах самарит çынни вĕсене улталаса тĕрĕс çул çинчен пăрса ячĕ!” – тенĕ Турă. 86. Моисей Турă Сăмахĕсене илтсен çав тери кичемленнĕ те тăван халăхне тарăхнă. “Халăхăм! Çÿлти Турă сире пулăшса пыман-и? Вăл сире ыррине шантарман-и? Мĕншĕн эсир Турă шантарни пурнăçланасса кĕтмен? Турă Сăмахĕ чăнлăх пулнине пĕлмен-и эсир? Е сирĕншĕн вăхăт çав нумая тăсăлнă пек туйăнчĕ-ши? Израиль ывăлĕсем! Сăмахăра тытмасăр Турă умĕнче çылăха кĕрес, Ăна тарăхтарас терĕр-и?” – тесе вăрçнă вăл. 87. “Сана панă сăмаха эпир хамăр ирĕкпе пăсман. Пире Египетран илсе тухнă ылтăн-кĕмĕл канăç памарĕ. Эпир ăна пухрăмăр та вутта пăрахрăмăр. Пирĕнпе пынă самарит çынни те çапла турĕ”, – тенĕ халăх. 88. Самария çынни çак ылтăн-кĕмĕлтен пăру кĕлетки шăратса ăсталанă. Çав кĕлетке çил вĕрнĕ чухне ĕне макăрнă евĕр сас кăларнă. “Ку – сирĕн турă! Ку – Моисей турри! Анчах та Моисей çакна маннă!” – тенĕ самарит. 89. Мĕншĕн улталаннă-ха Израиль ывăлĕсем? Вĕсем çак кĕлетке калаçайманнине курман-и? Çак кĕлетке вĕсене сиен те, усă та кÿрейменнине пĕлмен-и? Пăру кĕлетки ăçтан турă пултăр-ха? 90. Çак ĕç-пуç пулса иртнĕ чухне Аарон хăй халăхĕпе пулнă. Çавăнпа та вăл Израиль ывăлĕсене: “Халăхăм! Мĕн хăтланатăн эсĕ? Сире çак пăру кĕлеткипе илĕртсе тĕрĕс çул çинчен пăрса ярас теççĕ. Сирĕн Турă – çут тĕнчери мĕн пур чуна ырлăх кÿрекен Турă, Çÿлти Турă, тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри. Çавăнпа та эпĕ каланине итлĕр, эпĕ хушнă тăвăр!” – тенĕ. 91. “Çук! Эпир çак пăру кĕлеткине мĕн Моисей таврăничченех пуç çапса пурăнăпăр!” – тенĕ халăх. 92. Израиль ывăлĕсемпе мĕн пулса иртни Моисее çав тери хурлантарнă. “Аарон! Мĕншĕн ман сăмаха итлемерĕн? Мĕншĕн вĕсене тÿрĕ çул çинчен пăрăна, суя çул çине тухма чармарăн? 93. Мĕншĕн ман сăмаха итлесе вĕсене ырă сĕнÿ-канаш памарăн? Мĕншĕн тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе пурăнма чĕнсе каламарăн? Е ман сăмаха итлес темерĕн-и?” – тенĕ вăл. 94. “Тăванăм! Шăллăм! Вăрçса манăн сухала та, çÿç-пуçа та ан тăпăлтăр. Израиль ывăлĕсем ман сăмаха илтсен пĕр-пĕринпе хирĕçсе тĕрлĕ ушкăна пайланса каясран, унтан эсĕ мана çакăншăн вăрçасран хăрарăм эпĕ”, – тенĕ Аарон. 95. “Самария çынни! Мĕншĕн эсĕ пăру кĕлеткине ăсталарăн? Мĕншĕн çынсене ăна пуç çапса пурăнма чĕнсе каларăн? Усал туса çылăха кĕрес терĕн-и эсĕ?” – ыйтнă Моисей. 96. “Эпĕ Израиль ывăлĕсем пĕлмен ăсталăха пĕлетĕп. Эсĕ ылтăнпа кĕмĕле вутра шăратса пăру кĕлеткине ăсталарăм, ун ăшне Гавриил пирĕштин ăйăрĕ урипе пуснă вырăнти тăпрана илсе ятăм. Çавăнпа та пăру кĕлетки çил вĕрсем ĕне макăрнă евĕр сасă кăларать. Çак усал ĕçе тума мана чунăм хистерĕ”, – тенĕ Самария çынни. 97. “Кай кунтан! Паянтан пĕр çын та санпа калаçас, сан çывăхна пырас темĕ. Эсĕ те çынсенчен хăракан пулăн, нихăçан та никама та хăвăн çывăхна ямăн, пуринчен те тарса çÿрĕн. Леш тĕнчере те сана хăрушă асап кĕтет. Эпир санăн туррупа мĕн тунине курса юл! Эпир ăна вутта пăрахса çунтарса ярăпăр та кĕлне шыв çийĕн вĕçтерĕпĕр! 98. Израиль ывăлĕсем! Суя турăсене ан ĕненĕр! Сирĕн Турă – тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри. Унсăр пуçне урăх пĕр турă та çук. Вăл çут тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех пĕлсе-курса тăрать!” – тенĕ Моисей. 99. Мухаммад! Çапла майпа Эпир сана Моисей çинчен каласа паратпăр, ĕлĕк-авал мĕн пулса иртни çинчен пĕлтеретпĕр. Çавăн пекех Эпир сана çынсене тÿрĕ çул çине тăма, чăн тĕне йышăнма чĕнсе калама Коран аячĕсене уçса паратпăр. 100. Коран чăннипех те Çÿлти Турă Сăмахĕ, чăнлăх пулнине йышăнман çын хăй çине çав тери йывăр çĕклем йăвантарать. 101. Çав çĕклемрен вăл нихăçан та хăтăлаймĕ. Çав çĕклем ăна ĕмĕр канăçсăрлантарĕ. Чĕрĕлÿ кунĕ çитсен Сăваплă Корана Турă Сăмахĕ тесе йышăнман çынсен çылăх çĕклемĕ çав тери йывăр пулĕ. 102. Чĕрĕлÿ кунĕ çитни çинчен тĕнчипе янăраса каякан сасă пĕлтерĕ. Çав кун Эпир усал туса çылăха кĕнĕ çынсене пурне те пĕрле пухăпăр. Çав кун чĕререн хăранипе вĕсен куçĕсем кăн-кăвак тĕслĕ пулĕç. 103. “Çĕр çинчи пурнăç вăшт кăна иртсе кайрĕ. Вăл вунă кунран ытла тăсăлман та”, – тесе пăшăлтатĕç вĕсем мĕн пулса иртнине чухламасăр. 104. Анчах та Эпир вĕсем пĕр-пĕринпе мĕн калаçнине пĕтĕмпех пĕлетпĕр. Вĕсенчен чи тĕрĕс калаканни çĕр çинчи пурнăç пĕр кунран ытла тăсăлман та, тет. 105. Мухаммад! Çынсем санран явап кунĕ çитсен сăрт-тупа мĕн пулса иртни çинчен ыйтаççĕ. Çапла пĕлтер: «Çÿлти Турă вĕсене тĕпĕ-йĕрĕпе аркатĕ те тусан туса çилпе вĕçтерĕ. 106. Сăрт-ту вырăнне тÿрем кăна тăрса юлĕ. 107. Ун чухне çĕр çинче пĕр айлăм та, пĕр тĕмеске те юлмĕ. Йĕри-тавра тÿп-тÿрĕ те тип-тикĕс çĕр пулĕ. 108. Явап кунĕ çитсен суя тĕнпе пурăннă çыннисем чĕнсе калакан хыççăн кайĕç, пĕри те çула тухмасăр юлас çук. Çав кун вĕсем çут тĕнчери мĕн пур чуна ырлăх паракан Турă умĕнче çепĕç те хăюсăр сасăпа калаçĕç. Йĕри-тавра пăшăлтатнă сасă кăна илтĕнĕ. 109. Явап кунĕ çитсен вĕсене никам та пулăшаймĕ, пĕр чун та вĕсен хутне кĕреймĕ. Çут тĕнчери мĕн пур чуна ырăлăх паракан Турă кампа кăмăллă пулать, камăн сăмахне йышăнать, çав чун кăна хÿтĕлеме, пулăшма пултарĕ. 110. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă çынсемпе мĕн пулса иртнине те, мĕн пулса иртессине те пĕтĕмпех пĕлет. Анчах та çынсем хăйсемпе мĕн пулса иртнине те, малашлăхра хăйсене мĕн кĕтнине те пĕлмеççĕ. 111. Явап кунĕ çитсен çынсем яланах чĕрĕ, çут тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех пĕлекен Турă умĕнче çав тери хăюсăр пулĕç. Намăса çухатнă чыссăр çын ун чухне хăйĕн çылăхĕсене курса чун-чĕререн ÿкĕнĕ. 112. Турра ĕненсе ырă ĕçсем тăвакан çын явап кунĕ çитсен хăйне кÿрентересрен те, ырă ĕçĕсен виçине чакарасран та ан хăратăр. Вăл тунă пĕр ырă ĕç те сая каяс çук. 113. Эпир Коран аячĕсене этемлĕхе арабла пĕлтерсе суя турăсене ĕненсе пурăнакан çынсене асап шантартăмăр, тамăк çинчен аса илтерсе хăратрăмăр. Тен, çынсем Турă умĕнче çылăха кĕме хăракан пулĕç те Турă Хăй Сăмахĕнче хушнă пек пурăнĕç. 114. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă пуринчен те аслă, пуринчен те хăватлă. Вăл – чăн хуçа. Мухаммад! Коран аячĕсене вулама ан васка, Гавриил пирĕшти сана кĕнекери мĕн пур сăмаха пĕлтериччен тăхта. “Турăçăм! Ман пĕлĕве ÿстерсем, ăс-тăн парсам!” – тесе кĕлĕ ту. 115. Унччен малтан Эпир Адама тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине кăна ĕненсе пĕр Ăна кăна пуç çапса пурăнма,Турра пăхăнса пурăнма сăмах партарнă. Анчах та вăл çакна маннă, хăй сăмахне тытайман. Вăл çирĕп кăмăллă пулман. 116. Эпир пирĕштисене Адам умĕнче чĕркуçленсе пуçĕсене тайма хушнине аса ил. Пирĕн Сăмаха пурте итленĕ, пĕр Иблис кăна Адам умĕнче чĕркуçленсе пуçне тайма килĕшмен, Пирĕн Сăмахран иртнĕ. 117. Адам! Шуйттан саншăн та, мăшăрушăн та чĕр тăшман пулĕ. Çавăнпа та асăрханăр! Вăл сире çылăха кĕртсе çăтмахран кăларас тейĕ. Ун хыççăн кайсан саăнăн пурнăçу çав тери йывăр пулĕ. 118. Çăтмахра Эпир сана мĕн кирлине пĕтĕмпех парăпăр: эсĕ выçă мĕнне те пĕлмĕн, çара та пулмăн. 119. Çăтмах пахчинсе эсĕ шăрăхра та, вĕрире те аптраса курмăн. 120. Анчах та шуйттан Адамран хăпман, ăна илĕртсе: “Адам! Сана вилĕмсĕр пурнăç тата ирĕклĕх, пуринпе те хуçа пулма май паракан йывăç ăçта ÿснине кăтартам-и?” – тенĕ. 121. Адампа унăн мăшăрĕ Турă Сăмахне манса çав йывăç çимĕçĕсене тутаннă та хăйсем çап-çара пулнине ăнланса илнĕ. Çавăнпа та вĕсем çăтмахра ÿсекен йывăçсен çулçисемпе хупланнă. Шуйттан сăмахне итлесе Адам Турă Сăмахĕнчен иртнĕ те т ÿрĕ çул çинчен пăрăннă. 122. Анчах та çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Адама пăрахман, ун çылăхне каçарса чурине тÿрĕ çул çине кăларнă. Çÿлти Турă хăвачĕпе Адам чăн тĕнпе пурăнма, Турра ĕненме чĕнсе калакансенчен пĕри пулса тăнă. 123. Çав-çавах тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри Адама тата унăн мăшăрне çапла каланă: “Иксĕр те çăтмахран тухса кайăр! Малашне сирĕн ачăрсем пĕр-пĕринпе хирĕçĕç, пĕр-пĕрин юнне юхтарĕç, пĕр-пĕриншĕн чĕр тăшман пулĕç. Анчах та Манăн Сăмаха ĕненекен, Эпĕ пĕлтернĕ кĕнекене йышăнакан çын нихăçан та улталанмĕ, инкеке лекмĕ!” 124. Сăваплă Корана Çÿлти Турă Сăмахĕ тесе йышăнман, Коран аячĕсенчен пăрăнса утнă çын пурнăçĕ çав тери йывăр пулĕ. Çак мĕскĕн чун пĕр канăç та кураймĕ. Чĕрĕлÿ куне вăл сĕм суккăр пулса кĕтсе илĕ. 125. “Турăçăм! Мĕншĕн Эсĕ мана суккăр туса чун кĕртрĕн? Унччен эпĕ йĕри-тавра мĕн пулса иртнине питĕ лайăх кураттăм!” – тесе кăшкăрĕ вăл. 126. “Эсĕ т ÿрĕ çулпа утма шутламан. Эсĕ Манăн Сăмахăма маннă. Эсĕ Манăн Сăмахăма йышăнман. Паян сана пурте манĕç. Паянтан сан çинчен никам та аса илес çук”, – тейĕ ăна Çÿлти Турă. 127. Хăйне мăнна хунипе Турă Сăмахне ĕненмен çынна çак шăпа кĕтет. Çак мĕскĕн чун ним ыррине те кураяс çук. Ăна леш тĕнчере кĕтекен асап калама çук хăрушă пулĕ. Вăл ĕмĕр-ĕмĕре тăсăлĕ. 128. Мĕншĕн суя тĕнпе пурăнкансем ним çинчен те шутламаççĕ? Мĕншĕн вĕсем ĕлĕк-авал пурăннă ăрусен шăпине курмаççĕ? Мĕншĕн вĕсем Çÿлти Турă чыссăр пурнăçпа пурăннă нумай халăха тĕп тунине ăнланмаççĕ? Вĕсем ĕлĕк-авал пурăннă халăхсен ял-хула ишĕлчĕкĕсене хăйсен куçĕсемпе кураççĕ пулин те, пур-пĕрех т ÿрĕ çул çине тăма васкамаççĕ. Ăслă-тăнлă, таса чун-чĕреллĕ çын çакна курсан т ÿрĕ çул çин тăрать, чăн тĕне таврăнать, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине пăхăнать. 129. Турă ĕнен ÿсĕр пурăнакан çынна явап кунĕ çитиччен асапран хăтарма шантарман пулсан, халех асап ярса тĕп тунă пулĕччĕ. 130. Суя тĕнпе пурăнакан çыннисем к ÿрентерес тесе каланă сив сăмахсене чăтса ирттер, чăтăмлă пул. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турра хĕвел тухас умĕн те, хĕвел анас умĕн те, сĕм çĕрле те, кун пуçламăшĕнче те, кун вĕçĕнче те мухтаса кĕлĕ ту. Тен, леш тĕнчере кĕтекен ырăлăх сана кăмăллă тăвĕ. 131. Эпир хăш-пĕр çынна тĕрĕслесе çĕрме пуян тунине ан ăмсан. Çĕр çинчи пурнăçшăн ан çун, çак тĕнче илемĕпе ан улталан. Мĕншĕн тесен леш тĕнче илемлĕрех, вăл ĕмĕр-ĕмĕре тăсăлĕ. Турă сана леш тĕнчере парас ырлăх калама çук аслă, сăваплă. 132. Çывăх тăванусене кĕлĕ вулама, кĕлĕ йĕркине тĕрĕс тытса пыма хуш. Хăв та кĕлĕ тунă чухне чăтăмлă пул. Эпир санран нимĕн те ыйтмастпăр, Эпир Хамăр сана мĕн кирлине паратпăр. Пархатарлă та чыслă, Турă умĕнче çылăха кĕме хăраса тăракан çынсем телейлĕ пулĕç, вĕсене çăтмах кĕтет. 133. Суя тĕнпе пурăнакансем Çÿлти Турра пур-пĕрех ĕненесшĕн мар. “Мĕншĕн Мухаммад Турă пулăшнипе пире чăнлăха ĕнентерекен пĕр асамлă пулăм та кăтартмасть?” – тесе ыйтаççĕ вĕсем. Анчах та çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Мухаммад чăннипех те Çÿлти Турă хушнипе килнĕ çын пулнине, вăл вулакан Сăмах чăннипех те Çÿлти Турă Сăмахĕ пулнине çынсене ĕлĕк-авал панă кĕнекесенче пĕлтермен-и? 134. Эпир суя тĕнпе пурăнакан çынсене тÿрĕ çул çине чĕнсе каламасăр тĕп туни вĕсене çав тери кÿрентернĕ пулĕччĕ. «Турăçăм! Мĕншĕн Эсĕ пире тÿрĕ çул çине тăма, чăн тĕне таврăнма май памарăн? Мĕншĕн пирĕн пата Турра ĕненме, чăн тĕне таврăнма чĕнсе калакан çынна ямарăн? Мĕншĕн пире Хăв Сăмахна пĕлтермерĕн?» – тейĕччĕç вĕсем. 135. «Çут тĕнчери мĕн пур чун хăй çак пурнăçран уйрăлса каяс саманта кĕтет. Эпир те кĕтетпĕр. Эсир те кĕтĕр. Кĕçех кам тÿрĕ çулпа утнине, кам чăн тĕнпе пурăннине пĕлĕпĕр», – тесе кала.

27. «Кăткăсем» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Та. Син. Çак Сăмах- Çÿлти Турă Сăмахĕ, Сăваплă Коран аячĕсем. Çак Сăмах- этемлĕхе, çут тĕнчери мĕн пур чуна чăнлăх пĕлтерекен, пурăнма вĕрентекен Кĕнеке. 2. Çак Сăмах мĕн пур этемлĕхе, çут тĕнчери мĕн пур чуна тĕрĕс пурăнма вĕрентет, тÿре çулпа ертсе пырать. Çак Сăмах Турра ĕненекенсене, чăн тĕнпе пурăнакансене ырă хыпар пĕлтерет. 3. Чăн тĕнпе пурăнакансем палăртнă вăхăтра Турра мухтаса, Турăран каçару ыйтса кĕлĕ вулаççĕ, пурлăхăн пĕр пайне чухăнсене, нуша куракансене, чăн тĕншĕн тăрăшакансене парса пулăшаççĕ. Çавăн пекех вĕсем çĕр çинчи пурнăç çинчен кăна шутласа лармаççĕ, леш тĕнчери пурнăçа ĕненеççĕ. 4. Чăн калатăп: леш тĕнчери пурнăçа ĕненмен чунсем улталанса пурăнаççĕ. Суя тĕнпе пурăннипе вĕсем хăйсен çылăхĕсене курмаççĕ, усал ĕçĕсене ырă теççĕ. Вĕсем нимĕн те пĕлмеççĕ, нимĕн те ăнланмаççĕ. 5. Çак чунсене леш тĕнчере хăрушă асап кĕтет. Леш тĕнчере вĕсем çукка тăрса юлĕç, телей мĕнне кураймĕç. 6. Чăн калатăп: Сăваплă Коран- Çÿлти Турă Сăмахĕ. Сана аслă та мухтавлă, пĕтĕмпех пĕлекен Çÿлти Турă Хăй Сăмахне пĕлтерет. 7. Акă Моисей çывăх тăванĕсене çапла каланă: «Эпĕ инçетре кăвайт çути йăлкăшнине куртăм. Çавăнта кайса килем. Тен, каялла пĕр-пĕр хыпарпа таврăнăп е сире ăшăнмаллăх кăвайт чĕртме çунакан вутă-шанкă илсе килĕп». 8. Моисей кăвайт патне çывхарсан сасă илтĕннĕ: «Çулăмри тата çулăм таврашĕнчи пиллĕхлĕ. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă таса та мухтавлă! Мĕн пур мухтав тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине! 9. Моисей! Чăн калатăп: Эпĕ тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри! Эпĕ хăватлă та аслă Турă! 10. Аллунти туюна çĕр çине пăрах!“ Çĕр çине ÿкнĕ туя çĕлĕн евĕр явкаланнине курсан Моисей хăранипе хăй тăракан вырăнтан тапса сикнĕ те каялла пăхмасăр чупнă. „Моисей! Ан хăра! Çÿлти Турă хушнипе халăха чăн тĕне таврăнма чĕнсе калакан çын Ман умра тăнă чухне нимĕнрен те ан хăратăр! 11. Усал туса çылăха кĕнĕ çын та, усал ĕçне ырă ĕç туса т ÿрлетнĕ пулсан, ан хăратăр. Вăл эпĕ чăннипех те чăн тĕнпе пурăнакан чурасене хĕрхенсе каçарнине пĕлсе тăтăр. 12. Моисей! Аллуна хĕве чик те каялла кăларсан вăл сĕт евĕр таса та çутă пулса тăнине курăн. Аллу çинче пĕр чир паллийĕ те юлмĕ. Çак асамлăх- тăхăр асамлă пулăмран пĕрри. Вĕсем Фараона тата унăн халăхне тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненме, чăн тĕне таврăнма чĕнсе калĕç, Турă Сăмахĕ чăнлăх пулнине çирĕплетсе парĕç. Чăн калатăп: Фараон тата унăн халăхĕ- чыссăр çынсем“,- тенĕ сасă. 13. Пирĕн хăватпа пулса иртекен асамлă пулăмсене курсан та суя тĕнпе пурăнакан чыссăр çынсем чăн тĕне таврăнас, Турă Сăмахне йышăнас темен. „Турă хăвачĕпе пулса иртекен пулăм мар ку! Ку тухатлани кăна!“- тенĕ Фараон тата унăн халăхĕ. 14. Хăйсене мăнна хунипе, Турра пăхăнса пурăнас теменнипе Турă Сăмахне пĕлтерекен арçынна итлемен вĕсем. Анчах та çав самантрах вĕсем Турă пĕлтернĕ Сăмах чăнлăх пулнине, асамлă пулăмсем Турă хăвачĕпе пулса иртнине пĕлсе тăнă. Усал туса çылăха кĕнĕшĕн, чыссăр пурнăçпа пурăннăшăн вĕсен пурнăçĕ мĕнпе вĕçленнине курсамăр! Вĕсен шăпи сире т ÿрĕ çулпа утма вĕрентсе тăтăр! 15. Чăн калатăп: Давид та, Соломон та чăн тĕнпе пурăннă, т ÿре çулпа утнă. Пирĕн хăватпа вĕсем ăслă-тăнлă пулнă, халăха Турра ĕненме, таса пурнăçпа пурăнма чĕнсе каланă. “Мĕн пур мухтав тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине! Вăл пире пăрахман, Вăл пире Турра ĕненсе пурăнакан çынсен йышĕнчен суйласа илсе хисепе тивĕç тунă“,- тенĕ вĕсем. 16. Давид пурнăçран уйрăлса кайсан Соломон унăн ĕçне тăсакан пулнă. „Халăхăм! Çÿлти Турă хăвачĕпе эпир кайăк-кĕшĕк чĕлхине ăнланатпăр. Çÿлти Турă хăвачĕпе пирĕн пурăнма мĕн кирли йăлтах пур. Чăн калатăп: ку çав тери пысăк ырлăх!“- тенĕ вăл. 17. Пĕррехинче Соломон хăй çарне пухнă. Унăн çарĕ этем куçне курăнман чунсенчен, çынсенчен тата кайăк-кĕшĕкрен тăнă. Çав çар тĕрлĕ ушкăна пайланнă пулнă. 18. Соломон çарĕ çула тухнă та кăткăсем пурăнакан тăрăха çитнĕ. Çакна курсан кăткă ами: „Кăткăсем! Йăвана кĕрсе пытанăр! Унсăрăн сире Соломон çарĕнчи чунсем хăйсем сисмесĕрех таптаса вĕлерĕç!“- тенĕ. 19. Соломон çак сăмахсене илтсен йăл кулнă та: „Турăçăм! Мана тата мана çуратнă çынсене панă ырлăхшăн Сана тивĕçлипе тав тума вĕрентсем, май парсам! Турăçăм! Мана т ÿрĕ çулпа ертсе пырсам, Сан кăмăлна тивĕçтерекен ырă ĕçсене тума май парсам! Турăçăм! Хăв ырăлăхна кăтартсам, мана таса чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă, чăн тĕнпе пурăнакан çынсен йышне кĕртсем!“- тенĕ. 20. Пĕррехинче Соломон хăй çарĕнчи кайăк-кĕшĕке сăнанă. „Акă тата! Мĕншĕн эпĕ удод ятлă кайăка ниçта та курмастăп? Ăçта кайса çухалнă вăл? Ăçта тарса пытаннă çав мĕскĕн кайăк? 21. Чăн калатăп: хăй ăçта çĕтсе çÿренине, мĕнле сăлтава пула мана пĕлтермесĕр кайнине каламасан, эпĕ ăна асаплантарăп е вĕлерме хушăп!“- тенĕ Соломон тарăхса. 22. Удод ятлă кайăк хăйне нумай кĕттермен. „Эпĕ эсĕ курманнине куртăм, эсĕ пĕлменнине пĕлтĕм. Эпĕ Сава патшалăхĕнче пултăм, унтан чăн хыпарпа таврăнтăм, – тенĕ вăл.– 23. Çав çĕр шывра хĕрарăм патша пуринпе хуçа пулса пурăнать. Унăн мĕн кирли пĕтĕмпех пур, вăл çав тери пуян. Çавăн пекех хĕрарăмăн пысак та чаплă патша пуканĕ пур. 24. Хĕрарăм патша та, унăн халăхĕ те тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине мар, хĕвеле пуç çапса пурăнаççĕ. Шуйттан вĕсене улталанă, усал ĕçĕсене ырă пек кăтартнă, т ÿрĕ çул çинчен пăрса янă. Çавăнпа та вĕсем халĕ чăн тĕнпе пурăнмаççĕ, суя çулпа утаççĕ. 25. Çапла туса Шуйттан вĕсене суя турăсене пуç çаптарса пурăнтарас, чăн Турра мантарас тенĕ. Мĕншĕн тесен çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă т ÿпери тата çĕр çинчи мĕн пур вăрттăнлăха т ÿрре кăларать. Вăл этем хăй чĕринче мĕн упранине те, пурте курмалла мĕн тунине те пĕлет. 26. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррисĕр пуçне урăх пĕр турă та çук! Вăл пуринпе те пĕртен-пĕр хуçа!“ 27. „Сан сăмаху чăнлăхпа т ÿ р килнипе килменнипе тĕпчесе пĕлĕпĕр!- тенĕ Соломон. – 28. Çак çырăва ил те хĕрарăм патшана тата унăн халăхне кайса пар. Вĕсем мĕн тунине, мĕнле хурав хатĕрленине сăнаса тăр“. 29. Соломон çырăвне вуласан хĕрарăм патша çапла каланă: „Сумлă ятлă çынсем! Ман пата мухтава тивĕç çыру килчĕ. 30. Ăна Соломон хăй çырнă. Акă мĕн пĕлтерет вăл пире: „Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан пĕртен-пĕр Турă ячĕпе! 31. Хăвăра мăнна ан хурăр, мана пăхăнмасăр ан пурăнăр, мана хирĕç ан тăрăр. Мана пăхăнăр, ман пата килĕр!“ 32. „Сумлă ятлă çынсем! Мĕн тăвас-ха манăн? Мĕнле хурав парас? Эпĕ сирĕнпе канашламасăр пĕр ыйтăва та татса памастăп, нимен те тумастăп. Ман çумра чухне сĕнÿ-канаш парса пулăшăр“,- тенĕ хĕрарăм патша. 33. Эпир вăйлă та т ÿрĕ кăмăллă, пархатарлă çынсем. Анчах та эсĕ патша пулса пурăнатăн. Çавăнпа та хăв мĕн тăвас тенине ту, эпир эсĕ каланине итлĕпĕр!“- тенĕ лешсем. 34. „Чăн калатăп: патшасем пĕр-пĕр ял-хулана тапăнса кĕрсен ăна тĕпĕ-йĕрĕпе аркатаççĕ, унта пурăннă ятлă-сумлă çынсене хĕн-хур айне тăваççĕ, вĕсенчен кулаççĕ. 35. Эпĕ вара Соломона хаклă парнесем парăп, ман парнесене ун патне илсе çитернĕ çынсем каялла мĕнле хыпарпа таврăннине пăхăп“,- тенĕ хĕрарăм патша. 36. Патша хушăвĕпе килнĕ çынсене курсан Соломон çапла каланă: „Мана хаклă парнесем парса чыслас тетĕр-и эсир? Чăн калатăп: Çÿлти Турă мана панă хăват, ăс-тăн, Çÿлти Турă мана панă ырлăх пуринчен те паха. Сире панă пуянлăх, ят-сум та унпа танлашаяс çук. Анчах та эсир пур-пĕрех хăвăр йăтса килнĕ хаклă парнесемшĕн савăнатăр. 37. Ăçтан килнĕ, çавăнта кайăр, тăван тăрăха таврăнăр. Эпир сирĕн пата çар пухса пырăпăр та суя тĕнпе пурăннă халăха тăван çĕр шывĕнчен хăваласа ярăпăр, ырлăх курса пурăннă çынсене хĕн-хур айне тăвăпăр. Чăн калатăп: эпир пухнă çара хирĕç никам тăраймĕ!“. 38. Унтан Соломон çар енне çаврăннă та: „Ятлă-сумлă, мухтава тивĕç чунсем! Кам мана хĕрарăм патша хăй халăхĕпе пире пăхăниччен унăн патша пуканне илсе килсе парĕ?“ – тесе ыйтнă. 39. „Соломон! Эпĕ çав патша пуканне сан умна часах илсе килсе хурăп. Эсĕ хăв ларакан вырăнтан тăрса та ĕлкĕреймĕн. Чăн калатăп: эпĕ çакна пурнăçлама тивĕç. Мана шанма пултаратăн!“- тенĕ этем куçне курăнман вăй-хăватлă та паттăр чун. 40. „Соломон! Эсĕ куçна та хупса ĕлкĕреймĕн, эпĕ патша пуканне сан умна илсе килсе хурăп!“- терĕ тепри. Ку чун Çÿлти Турă хăвачĕпе кăмăл туйăм тĕлĕшĕнчен çирĕп пулнă, Çÿлти Турă панă кĕнекене пĕлнĕ. Вăл хăй сăмахне каласа пĕтернĕ те патша пуканне çав самантрах Соломон умне илсе килсе хунă. „Çÿлти Турă панă ырлăх ку! Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри мана Хăй ырăлăхне кăтартса тĕрĕслес тет, эпĕ Ăна çакăншăн тав тума пĕлнипе пĕлменнине курас тет. Çут тĕнчене пултарнă Турра тав тума пĕлекен çын хăй тивĕçне пурнăçлать, хăйне хăй усă кÿрет. Турра тав тума пĕлмен çын тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине пĕр сиен те к ÿмест, хăйне хăй айăп тăвать. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă пуринчен пуян, пуринчен аслă!“- тенĕ Соломон патша пуканне курсан. – 41. Çак пукан сăнне улăштарăр. Хĕрарăм патши ăна палласа илейĕ-ши? Е улталанса суккăр пулĕ? Вăл т ÿрĕ çул курайĕ-ши е ĕмĕр суя çулпа утĕ?“ 42. Хĕрарăм патша Соломон патне пынă. „Сан пукану çак патша пуканĕ евĕр-и?“- ыйтнă Соломон хĕрарăмран. „Чăн та, ман пукан евĕрех вăл!“- тенĕ хĕрарăм патша. Çапла вăл çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă чăн Турă, пĕртен пĕр Турă пулнине ăнланса илнĕ. „Эпир тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине унран малтан ĕненнĕ, Вăл чăн Турă пулнине унран малтан ăнланнă. Çавăнпа та эпир тÿрĕ çулпа утатпăр, ислам тĕнĕпе пурăнатпăр“,- тенĕ Соломон. 43. Суя турăсене пуç çапса пурăнни çак хĕрарăм патшана тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненме чарса тăнă. Мĕншĕн тесен вăл суя тĕнпе пурăнакан халăх хушшинче çуралса ÿснĕ. 44. „Соломон кĕрменне кĕрсе кур!“- тенĕ çак хĕрарăма. Вăл кĕрмене курсан кĕпе аркийĕсене хăпартнă. Мĕншĕн тесен кĕрмен чулран мар, кантăкран пулнă, вăл кантăка шыв тесе шутланă. „Шыв мар ку. Кĕрмене кантăкран ăсталанă“- тенĕ ăна Соломон. Çакна пĕлсен хĕрарăм патша Соломона чăннипех те тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пулăшса пынипе ăнланнă, çут тĕнчене пултарнă Турă чăн Турă пулнине ĕненнĕ. „Турăçăм! Эпĕ хама хам хисеплеме пĕлмен, хама хам сиен кÿрсе пурăннă. Каçарсам мана! Эпĕ Соломонпа пĕрле Сана пăхăнатăп, Сана мухтаса пуç çапатăп! Эпĕ тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине, чăн Турра пăхăнатăп!“- тенĕ вăл. 45. Эпир хушнипе Салих тăван халăхне чăн тĕне таврăнма, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе пурăнма чĕнсе каланă. Анчах та самуд халăхĕ Салих каланă сăмаха йышăнма васкаман, çавăнпа та икĕ ушкăна пайланнă. Пĕррисем тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе чăн тĕнĕ таврăннă, теприсем суя тĕнпех пурăннă. 46. „Халăхăм! Мĕншĕн эсĕ Турă хушнипе килнĕ асапа курма васкатăн? Мĕншĕн эсĕ ырă патне васкамастăн? Мĕншĕн эсĕ çылăхусемшĕн ÿкĕнсе Çÿлти Турăран каçару ыйтмастăн? Тен, Вăл сана хĕрхенĕ те каçарĕ? Тен, Вăл сире çăлса хăварĕ?“- чĕнсе каланă Салих. 47. „Çук! Пирĕнпе пулса иртекен мĕн пур инкек-синкеке эпир санпа тата сăмахна итлекенсемпе çыхăнтаратпăр. Чăннипех те сирĕнтен ним ыррине те кĕтес çук!- тенĕ халăх. – Эпир çакна юмăç пăхса пĕлтĕмĕр“. „Эсир туякан усал хăвăртан килет. Мĕн пур инкек-синкек сире Çÿлти Турă хушнипе пырса тивнĕ. Сирĕн шăпа Турă аллинче. Чăн калатăп: сире çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă тĕрĕслет. Çавăн пекех сирĕн халăха шуйттан суя çулпа уттарас тет, илĕртет“,- тенĕ Салих. 48. Çав хулара чыссăр та намăса пĕлмен тăхăр çын пурăннă. Вĕсем никама та ним ырри те сунман, ним ырри те туман. Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраман вĕсем. 49. „Çĕрле пурте пĕрле пухăнса Салихăн пÿртне тапăнса кĕме, Салиха тата унăн кил-йышне тĕп тума Çÿлти Турă ятне асăнса тупа туса шантарăр!- тенĕ вĕсем пĕр-пĕрне. – Унтан Салих тăванĕсем пирĕн пата килсен те, пире айăпласан та хамăр айăпа йышăнас çук эпир. Тĕрлĕ сăлтав шыраса тÿрре тухма тăрăшăпăр, Салиха тата унăн кил-йышне эпир мар, урăх çынсем вĕлернине ĕнентерĕпĕр, хамăр чăннине каланине çирĕплетсе парăпăр!“ 50. Çак çынсем Пире улталас тенĕ, Пирĕнтен кулас тенĕ, чее пулас тенĕ. Анчах та Эпир вĕсен усал шухăш-ĕмĕчĕсене пурнăçланма паман. Çапах та вĕсем çакна ăнланса илеймен. 51. Вĕсен усал шухăш-ĕмĕчĕсем мĕнпе вĕçленнине курсам! Эпир çак мĕскĕн чунсене те, суя тĕнпе пурăнакан халăха та тĕп турăмăр! 52. Акă вĕсем пурăннă кил-çурт ишĕлчĕкĕсем! Çак шăпана вĕсем хуçийĕсем усал туса çылăха кĕнĕшĕн, чыссăр пурнăçпа пурăннăшăн тивĕçнĕ. Чăн калатăп: Салих халăхĕпе мĕн пулса иртни, Салих халăхĕн шăпи ăслă-тăнлă çынсене Турра ĕненме, чăн тĕне таврăнма, таса чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă пулма хистет. 53. Чăн тĕнпе пурăннă, Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăранă чунсене пĕтме паман Эпир. Çÿлти Турă вĕсене çăлса хăварнă. 54. Пирĕн хăватпа Лот таса чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă арçын пулнă. Акă вăл тăван халăхне çапла каланă: „Мĕн хăтланатăр эсир? Мĕн тăватăр? Мĕншĕн курса тăрсах усал ĕçсене туса çылăха кĕретĕр? 55. Мĕншĕн эсир хĕрарăмсемпе выртса çывăрас вырăнне арçынсемпе çывăратăр? Мĕншĕн хĕрарăма манса арçын патне туртăнатăр? Чăн калатăп: эсир çав тери сăпайсăр халăх!“ 56. Çак сăмахсене илтсен намăса пĕлмен халăх нимĕн каласа та хирĕçлеймен. Çавăнпа та вăл: „Лота тата унăн çывăх тăванĕсене хуларан кăларса ярăр! Çак хулара вĕсен йĕрĕ-палли те ан юлтăр! Вĕсем пире улталама тăраççĕ, хăйсене таса чун-чĕреллĕ, сăпайлă çынсем пек кăтартма тăрăшаççĕ, пире тÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калаççĕ!“- тенĕ. 57. Эпир Лота тата унăн çывăх тăванĕсене пĕтме памарăмăр, вĕсене çăлса хăвартăмăр. Лот мăшăрĕ кăна çăлăнса юлайман. Турă пилленипе вăл кая юлнă чунсенчен пĕри пулнă. 58. Усал туса çылăха кĕрсе пурăннă халăха Эпир чул çумăрĕ айне тунă. Епле хăрушă çумăр пулнă вăл! Епле хăрушă асап пырса тивнĕ Çÿлти Турă Сăмахне илтсен те тÿрĕ çул çине таврăнма килĕшмен халăха! 59. „Мĕн пур мухтав тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине! Вăл суйласа илнĕ чурасем çинче Çÿлти Турă пилĕ пултăр, Çÿлти Турă ырăлăхĕ вĕсемпе пултăр! Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă паха-и? Е эсир пуç çапса пурăнакан суя турăсем паха?“- тесе кала. 60. Кам тÿпепе çĕре пултарнă? Кам тÿперен çумăр çутарать? Паллах, çут тĕнчене пултарнă пĕртен-пĕр Турă. Çумăр шывĕпе шăварăнса Çÿлти Турă хăвачĕпе ешĕл пахчасем çитĕнеççĕ. Эсир тем пек ĕмĕтленсен те, тем пек тăрăшсан та, Çÿлти Турă пулăшăвĕсĕр пĕр йывăç та ÿстереймĕр. Чăн Турăсăр пуçне урăх Турă пур-ши? Çук! Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри- чăн Турă, пĕр Турă. Анчах та çынсем пур-пĕрех тÿре çулпа утас темеççĕ, улталанса пурăнаççĕ, суя турăсене ĕненсе пуç çапаççĕ. 61. Çÿлти Турă çĕр чăмăрне пултарса çынсемпе чĕр-чунсене пурăнма май панă. Çÿлти Турă пултарнипе çĕр çинче юхан шывсем юхса выртаççĕ. Çÿлти Турă хăвачĕпе çирĕп сăртсем-тусем çĕкленнĕ, икĕ тинĕсе уйăракан чăрмавсем пулса кайнă. Чăн Турăсăр пуçне урăх Турă пур-ши? Çук! Анчах та нумайăшĕ çакна курмасть, çакна ăнланмасть. 62. Чăн Турă паха-и е суя турăсем паха? Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Унран пулăшу ыйтса кĕлĕ тăвакана илтет, хуравлать, мĕн ыйтнине парать. Çÿлти Турă çут тĕнчери мĕн пур чуна усалран упрать, сире ĕлĕк-авал пурăннă халăхсен çĕрĕ çинче кун кунлама май парать. Чăн Турăсăр пуçне урăх Турă пур-ши? Анчах та эсир Çÿлти Турă вĕрентсе, асăрхаттарса каланине çав тери сахал вулатăр, çав тери сахал асăнатăр! 63. Чăн Турă паха-и е суя турăсем паха? Çÿлти Турă сире çĕрпе тинĕс тĕттĕмĕнче те çĕтме памасть, тÿре çулпа ертсе пырать. Вăл хушнипе çил вĕрсе Çÿлти Турă ырăлăхĕ çинчен пĕлтерет. Чăн Турăсăр пуçне урăх Турă пур-ши? Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă- чăн Турă. Вăл аслă та мухтавлă! Вăл таса та сăваплă. 64. Чăн Турă паха-и е суя турăсем паха? Çÿлти Турă çут тĕнчери мĕн пур чуна пултарса пурнăç панă. Çут тĕнчерен уйрăлса кайнисене те Вăл чĕрĕлÿ кунĕ çитсен чун кĕртĕ. Турă сире тÿперен те çĕртен тăранса пурăнмалăх апат-çимĕç парать. Чăн Турăсăр пуçне урăх Турă пур-ши? „Суймастăр пулсан, хăвăр каланă сăмаха ĕнентерекен пулăмпа çирĕплетсе парăр!“- тесе кала суя тĕнпе пурăнакан çынсене. 65. „Тÿпере е çĕр çинче пурăнакан пĕр чун та çут тĕнчери мĕн пур вăрттăнлăха пĕлмест. Анчах та тĕнчесен пĕртен-пĕр Турришĕн пĕр вăрттăнлăх та çук. Мĕншĕн тесен Вăл пĕтĕмпех илтет, пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех пĕлет. Тÿпере е çĕр çинче пурăнакан пĕр чун та чĕрĕлÿ кунĕ хăçан çитессине, Çÿлти Турă вĕсене хăçан чун кĕртессине пĕлмест. 66. Çĕр çинче пурăнакан çын леш тĕнчери пурнăçа туллин ăнланса илеймест. Çитменнине тата суя тĕнпе пурăнакансем леш тĕнче пирки иккĕленеççĕ, Çÿлти Турă Сăмахне курман пек тăваççĕ“,- тесе кала. 67. Суя тĕнпе пурăнакансем: „Эпир çут тĕнчерен уйрăлса кайсан çĕрсе тăпра пулăпăр. Пирĕн аттесем те çут тĕнчерен уйрăлса кайсан çĕрсе тăпра пулĕç. Çакăн хыççăн пире Çÿлти Турă чун кĕртсе чĕртсе тăратĕ-ши? 68. Турă Сăмахне пĕлтерекен çын пире çакна шантарса каланă. Пирĕн аттесене те çакнах шантарнă пулнă. Анчах та çак сăмаха эпир ниепле те йышăнаймастпăр. Пире шантарса каланă сăмах- ĕлĕк-авал пурăннă халăхсен юмах-халапĕ“,- теççĕ. 69. Çапла кала вĕсене: „Çул-çÿреве тухăр та ĕлĕк-авал пурăннă халăхсен пурнăçĕ мĕнпе вĕçленнине курăр! Усал туса çылăха кĕнĕшĕн вĕсен шăпи мĕнле пулнине пĕлĕр, вĕсем пурăннă ял-хула ишĕлчĕкĕсене сăнăр!“ 70. Суя тĕнпе пурăнакансем чăн тĕне таврăнас теменни сана пĕрре те ан кулянтартăр. Вĕсем Турра ĕненекенсене усал тума тăрăшнăшăн ан пăшăрхан. 71. „Эсир чăннине кăна калатпăр тетĕр. Апла пулсан чĕрĕлÿ кунĕ хăçан çитĕ? Пĕлтерĕр пире!“- теççĕ вĕсем. 72. „Эсир чĕрĕлÿ кунĕпе тĕл пулма çав тери васкатăр. Ан васкăр. Тен, вăл инçех те мар. Тен, вăл сирĕн хыçăнта тăрать?“- тесе хуравла. 73. Чăн калатăп: Çÿлти Турă этемпе çав тери ырă кăмăллă. Анчах та çынсенчен нумайăшĕ çакна хаклама пĕлмест, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине тав тумасть. 74. Чăн калатăп: Çÿлти Турă вĕсем мĕн шухăшласа-ĕмĕтленсе пурăннине, чĕрисенче мĕн упранине пĕтĕмпех пĕлет. Çÿлти Турă вĕсем мĕн ĕçлесе пурăннине, мĕн тунине пĕтĕмпех курать. 75. Тÿпере те, çĕр çинче те уçăмлă кĕнекере палăртса хăварман пĕр вăрттăнлăх та çук. 76. Израиль ывăлĕсем пĕр-пĕринпе ĕлĕк-авал мĕн пулни-иртни çинчен, тĕн пирки тавлашаççĕ. Чăн калатăп: Сăваплă Коран вĕсене хумхантаракан, вĕсене тавлаштаракан нумай ыйтăва татса парать, чăн сăмах пĕлтерет. 77. Чăн калатăп: Сăваплă Коран- Çÿлти Турă чăн тĕнпе пурăнакан чурисене панă ырăлăх. Сăваплă Коран Турра ĕненекенсене тÿрĕ çулпа ертсе пырать, тĕрĕс пурăнма вĕрентет, ырă тума чĕнсе калать, усал тăвасран чарса тăрать. 78. Чăн калатăп: явап кунĕ çитсен Çÿлти Турă мĕн пур ыйтăва тĕрĕс татса парĕ те, Израиль ывăлĕсен пĕр-пĕринпе тавлашма пĕр сăлтав та юлмĕ. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă хăватлă та мухтавлă. Вăл пĕтĕмпех илтет, пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех пĕлет. 79. Эсĕ Турра ĕненетĕн, чăн тĕнпе пурăнатăн, тÿрĕ çулпа утатăн. Çавăнпа та тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине шанса пурăн. 80. Эсĕ тем пек тăрăшсан та çут тĕнчерен уйрăлса кайнă çынна хăв сăмахна итлеттереймĕн. Эсĕ тем пек тăрăшсан та чăнлăха илтес темен улталанса пурăнакан хăлхасăр çынна чăн тĕне таврăнма, тÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калаймăн, хăв сăмахна итлеттереймĕн. 81. Эсĕ чăнлăха курас темен суккăр çынна çутта кăлараймăн, тÿрĕ çул çине тăратаймăн. Сан сăмахна, эсĕ вĕрентсе каланине чăн Турра ĕненекенсем кăна итлĕç. Вĕсем Çÿлти Турă Сăмахне йышăнаççĕ, Турă пилленĕ тĕн чăнлăхне кураççĕ. 82. Çÿлти Турă хушнипе явап кунĕ çитес умĕн çĕр айĕнчен тĕлĕнтермĕш чĕр-чун тухĕ. Вăл пурнăçне суя тĕнпе пурăнса ирттернĕ çынсемпе калаçĕ, вĕсем Турă хăвачĕпе пулса иртекен пулăмсене, паллăсене ĕненменни çинчен пĕлтерĕ. 83. Явап кунĕ çитсен Эпир кашни халăхран суя тĕнпе пурăннă, Пирĕн Сăмаха ĕненмен, Эпир кăтартнă пулăмсемпе паллăсене йышăнман çынсене уйăрса илĕпĕр. Усал туса çылăха кĕнĕшĕн Эпир вĕсене тĕрлĕ ушкăна пайласа тăратăпăр. 84. Турă умне пухăнсан тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри вĕсене çапла калĕ: „Мĕншĕн эсир Ман Сăмаха йышăнман? Мĕншĕн эсир Ман хăватпа пулса иртекен пулăмсемпе паллăсене курас, вĕсене ăнланас темен? Мĕншĕн вĕсенчен пăрăнса утнă? Мĕн шыранă эсир? Мĕн кĕтнĕ?“ 85. Суя тĕнпе пурăннăшăн, усал туса çылăха кĕнĕшĕн вĕсен шăпи хăрушă пулĕ, Турă пиллени пурнăçланĕ. Çав кун вĕсем пĕр сăмах та чĕнеймĕç. 86. Мĕншĕн вĕсем Çÿлти Турă ырăлăхне курмаççĕ? Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри этеме кулленхи ĕç-пуçран канма каç тĕттĕмпе пултарнă. Çÿлти Турă хăвачĕпе кун çути пур. Турра ĕненекен çын çакна Çÿлти Турă ырăлăхĕ тесе йышăнать. 87. Явап кунĕ çитни çинчен пĕлтерекен сасă янăраса кайĕ те, тÿпери тата çĕр çинчи мĕн пур чун хăраса тарĕ. Çÿлти Турă хÿттине лекнĕ чунсем кăна лăпкă пулĕç. Çав кун çут тĕнчери мĕн пур чун Турра пăхăнĕ, Турă умĕнче мĕскĕнле тăрĕ. 88. Çав кун сăртсем-тусем пĕлĕт евĕр шуса хускалĕç. Анчах та унччен эсĕ вĕсене çирĕп те хускалми тесе шутланă. Çакна пĕтĕмпех Çÿлти Турă пĕр кăлтăксăр, пĕр çитменлĕхсĕр пултарнă. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри эсир мĕнле пурăннине, мĕн тунине пĕтĕмпех пĕлет. 89. Явап кунне ырă ĕçсемпе кĕтсе илекен телейлĕ пулĕ. Ырă ĕçĕсемшĕн ăна ырăпа тавăрĕç. Çав кун вăл Çÿлти Турă хÿттинче пулĕ, нимĕнрен те хăрамĕ. 90. Явап кунне усал ĕçсемпе кĕтсе илекен телейсĕр пулĕ. Ăна тамăк вутне пичĕпе аяла туса пăрахĕç. „Эсĕ суя тĕнпе пурăннă! Эсĕ усал туса çылăха кĕнĕ! Çапла пурнăçпа пурăнса мĕн ырри кĕтнĕ эсĕ?“- тесе калĕç ăна тамăкра. 91. Çапла кала: „Мана çак сăваплă хулан Туррине ĕненме, Ăна пуç çапса пурăнма хушнă. Мекка хули Çÿлти Турă хăвачĕпе аслă та сăваплă. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри çут тĕнчери мĕн пур чунпа, мĕн пур япалана пĕртен-пĕр хуçа пулса тăрать. Вăл мана Турра ĕненме, ислам тĕнне тытса пурăнма, 92. Сăваплă Коран аячĕсене вулама хушнă“. Турра ĕненекен, тÿре çулпа утакан çын таса пурнăçпа пурăнса хăйне хăй усă кÿрет. Суя тĕнпе пурăнакан, ултав çулĕпе утакан çынна: „Эпĕ çут тĕнчери мĕн пур чуна тĕрĕс çул çине тăма чĕнекен, вĕрентсе, асăрхаттарса калакан кăна“,- тесе пĕлтер. 93. Çапла кала: „Мĕн пур мухтав çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турра! Кĕçех Вăл сире Хăй пилленĕ тĕн чăнлăхне ĕнĕнтерекен пулăмсем, паллăсем кăтартĕ. Эсир çав пулăмсене хăвăр куçпа хăвăр куратăр!“ Турă сирĕн мĕн пур ĕçе шута илет, эсир мĕн туса пурăннине пĕлет! 28. «Калав» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Та. Син. Мим. 2. Çак Сăмах – тÿрĕ çул кăтартса чăнлăх пĕлтерекен, таса чун-чĕреллĕ пулма чĕнсе калакан Сăваплă Кĕнеке. 3. Чăн тĕнпе пурăнакан халăха вĕрентсе калама Эпир сана Моисейпе Фараон çинчен чăннине пĕлтеретпĕр, вĕсемпе мĕн пулса иртнине уçса паратпăр. 4. Фараон хăйне мăнна хунипе халăха хĕн-хур айне тунă, патшалăхĕнче пурăнакансене ятне-шывне, пуянлăхĕпе йăхне кура тĕрлĕ ушкăна пайланă. Пĕр ушкăна сиен кÿрес тесе вăл вĕсен тин кăна çуралнă ывăлĕсене вĕлерттернĕ, çут тĕнчене килнĕ хĕрĕсен пурнăçĕсене сыхласа хăварнă. Чăн калатăп: Фараон тÿрĕ çулпа утман, вăл усал туса çылăха кĕнĕ, Турă Сăмахне итлемен. 5. Анчах та Эпир хĕн-хур айне пулнă çынсене пăрахман, вĕсене Пирĕн ырăлăха курмалла тунă. Эпир пилленипе вĕсем, çын кулли пулнăскерсем, халăха ертсе пыракансем, халăх ятне тăсакансем пулса тăнă. 6. Эпир пилленипе вĕсем ятлă-сумлă пулса тăнă. Эпир пултарнипе Фараонăн, Аманăн тата вĕсен çарĕн шăпи телейсĕр пулнă, хăйсем мĕнрен хăрани вĕсене хупăрласа илнĕ, вилĕм илсе килнĕ. 7. Моисей амăшне Эпир çапла пĕлтернĕ: “Ывăлна кăкăр сĕчĕпе тăрантса пурăн. Пурна-киле сана ача шăпи пăшăрхантарсан, ачана вилĕмрен упраса хăварас тесе эсĕ ăна карçынккана вырттар та юхан шыва яр. Уншăн пĕрре те ан кулян, уншăн чĕрÿне ан ыраттар. Мĕншĕн тесен вăхăт çитĕ те, Эпир пилленипе, ывăлу сан пата таврăнĕ, вăл çынсене чăн тĕне йышăнма, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе пурăнма чĕнсе калакансенчен пĕри пулĕ, Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерĕ”. 8. Фараон çыннисем юхан шыв хĕрринче карçынккана асăрханă та унта выртакан ачана усрава илнĕ. Чăн калатăп: карçынккари ача вĕсемшĕн чĕр тăшман пуласса, çак ачана пула хăйсем нумай хĕн-хур курасса пĕлмен Фараон çыннисем. Чăн калатăп: Фараон та, Аман та, вĕсен çарĕ те Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраман. 9. Фараон мăшăрĕ: “Çак ача мана та, сана та савăнтарса пурăнĕ, вăл пирĕншĕн чун ăшши пулĕ. Ан вĕлерĕр ăна. Тен, вăл пире пысăк усă кÿрĕ, пире пулăшса пырĕ. Тен, ăна усрава илĕпĕр”, – тенĕ. Анчах та вĕсем пĕри те пуласлăха пĕлмен, хăйсен шăпине курман. 10. Моисей ăçта лекнине пĕлсен амăшĕ хашах сывласа янă, ывăлĕшĕн савăннă. Эпир пилленипе хĕрарăм чăтăмлă пулнă, туйăмĕсене кăтартман, Турă Сăмахĕ чăнлăх пулнине ĕненнĕ. Мĕншĕн тесен юхан шыв хĕрринче тупнă ачашăн савăннипе вăл çак арçын ача кам ывăлĕ пулнине кăтартнă пулĕччĕ те, Фараон ачана вĕлерме хушнă пулĕччĕ. 11. “Ача çумĕнчех пул, ачана куçран ан вĕçерт”, – тенĕ хĕрарăм Моисей аппăшне. Аппăшĕ Моисее куçран вĕçертмен, ача мĕнле ÿснине сăнаса пурăннă. Анчах та Фараон çыннисем çакна пĕлмен. 12. Эпир хушнипе пĕчĕк Моисей ют хĕрарăмсен кăкăр сĕтне ĕçмен. Арçын ача çапла хăтланни Фараон çемьине кулянтарнă. Çакна Моисей аппăшĕ курнă та: “Тен, эпĕ çак ачана пăхса, упраса пурăнма килĕшекен çемье тупма пултарăп?” – тенĕ. 13. Хĕрарăм чунне лăплантарма, ăна хуйхă-суйхăран хăтарма тата Çÿлти Турă Сăмахĕ чăнлăх пулнине çирĕплетсе пама Эпир пилленипе арçын ача тăван амăшĕ патне таврăннă. Анчах та çынсенчен нумайăшĕ Çÿлти Турă Сăмахне йышăнасшăн мар, вăл чăнлăх пулнине курасшăн мар. 14. Моисей ÿссе ар пулсан, вăй-хал тĕлĕшĕнчен çирĕпленсен, Эпир ăна çирĕп ăс-тăн, пĕлÿ патăмăр, тÿрĕ çулпа утакан, тÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калакан турăмăр. Çапла парне кĕтет Пирĕнтен ырă туса усал тăвасран сыхланакан çынна. 15. Пĕррехинче Моисей хулана халăх кулленхи ĕç-пуçран каннă вăхăтра тухнă. Çÿре-çÿре вăл икĕ арçын çапăçнине курнă. Вĕсенчен пĕри Моисейпе пĕр халăх çынни пулнă, тепри – ют халăх çынни. Моисее курсан пĕрремĕшĕ хăйпе пĕр йăхри çынран тăшманне парăнтарма пулăшу ыйтнă. Моисей пулăшма килĕшнĕ те ют халăх çыннине чышкăпа пĕрре çапсах вĕлернĕ. Хăй мĕн тунине ăнланса илсен вăл: “Шуйттан ĕçĕ ку! Шуйттан хистенипе тунă ĕç! Вăл пирĕншĕн Çÿлти Турă пилленĕ çулран пăрса яракан, çылăха кĕме хистекен чĕр тăшман!” – тенĕ. 16. “Турăçăм! Çылăха кĕрсе эпĕ хама хам син кÿтĕм! Турăçăм! Каçарсам мана!” – тенĕ вăл. Моисей усал туса çылăха кĕнĕшĕн тĕнчесен пĕртен-пĕр Турринчен каçару ыйтнă. Мĕншĕн тесен вăл Çÿлти Турă каçаракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан пулнин пĕлнĕ. 17. “Турăçăм! Эсĕ мана пăрахмарăн, Хăв ырлăхна курмалла турăн. Çавăнпа та эпĕ усал туса çылăха кĕрекен çынна усал ĕçĕнче пулăшас çук!” – тесе тупа тунă вăл. 18. Тепĕр кун ирхине ирех Моисей хулана тухнă та, ĕнерхи арçынна тĕл пуласран, вăл чĕнсе илсе пулăшу ыйтасран хăра-хăра утнă, йĕри-тавра пăхкаланă. Пур-пĕрех Моисей ĕнерхи арçынна тĕл пулнă, анчах та пулăшма килĕшмен: “Чăн калатăп: эсĕ ытла та тискер, ăна-куна чухлама пĕлмен çын!” – тенĕ. 19. Моисей ют халăх çыннине пулăшма тăрсанах хăйпе пĕр халăх çынни хăраса ÿкнĕ те: “Моисей! Ĕнер эсĕ пĕр çын пурнăçне татрăн. Халĕ мана вĕлерес тетĕн-и? Чăн калатăп: çак çĕр çинче санран пĕр ырă та çук. Эсĕ усал туса çынсене вăрçтаратăн», – тенĕ. 20. Çак самантра хула хĕрринчен пĕр арçын чупса килнĕ те: “Моисей! Сана пуянсем, ятлă-сумлă çынсем вĕлерес теççĕ. Хуларан тухса кай, кунта сана вилĕм кĕтет. Эпĕ сана ыррине сунатăп, ырă сĕнÿ-канаш паратăп, илтсем ман сăмаха!” – тесе кăшкăрнă. 21. Моисей арçын сăмахне илтнĕ, йĕри-тавра хăра-хăра пăхкаласа хуларан васкаса тухса утнă, Çÿлти Турра: “Турăçăм! Пулăшсам мана! Чуруна усал шухăшлă çынсенчен çăлсам, инкекрен хăтарсам!” – тесе кĕл тунă. 22. “Тен, тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри мана пулăшса пырĕ те, эпĕ тĕрĕс çул çине тухăп”, – тенĕ те Моисей мадйан тăрăхне çул тытнă. 23. Мадйан тăрăхĕнчи çăл патне çитсен вăл çынсем выльăхĕсене çăл шывĕпе шăварнине курнă. Çав самантрах Моисей çăл патĕнчен икĕ хĕр хăйсен кĕтĕвне хăваласа кайнине сăнанă. “Мĕншĕн выльăхсене шăвармастăр? Мĕншĕн вĕсене çăл патĕнчен хăвалатăр?” – ыйтнă вăл çав хĕрсенчен. “Эпир çав кĕтÿçсем хăйсен кĕтĕвне шăварса каясса кĕтетпĕр, вĕсенчен иртме хăратпăр. Пирĕн атте çамрăк çын мар, вăл питĕ ватă”, – тенĕ лешсем. 24. Моисей хĕрсене кĕттермен, вĕсен выльăхĕсене хăй çăл патне кайса шăварса килнĕ. “Турăçăм! Пулăшсам мана, ырлăхна курмалла тусам! Турăçăм! Чăн калатăп: Эсĕ янă кирек епле ырлăх та маншăн чун канăçĕ пулĕччĕ, Эсĕ янă кирек епле ырлăх та мана çав тери кирлĕ!” – тесе кĕл тунă Моисей сулхăна таврăнсан. 25. Пĕр хĕрĕ Моисей патне пынă та вăтаннипе куçĕсене пытарса: “Атте сана чĕнет. Вăл сана пире пулăшнăшăн, пирĕн выльăхсене çăл шывĕпе шăварнăшăн тав тăвас тет”, – тенĕ. Моисей хĕрсен ашшĕ патне кайма килĕшнĕ, ватă çынна хăйĕн шăпине пĕлтернĕ, мĕн курма тÿр килнине каласа панă. “Нимрен те ан хăра. Эсĕ ырă çынсенчен мар, усал туса çылăха кĕрекенсенчен, Турă Сăмахĕнчен иртекенсенчен тарнă”, – тенĕ хĕрсен ашшĕ Моисей калавне илтсен. 26. “Аттеçĕм! Çак арçынна тара илсем. Унăн вăй-халĕ те пур, вăл шанчăка та тавĕç. Вăй-халлă, шанчăка тивĕç çын эсĕ тара илнĕ çынсенчен чи пахи пулĕ”, – тенĕ пĕр хĕрĕ. 27. ” Чăн калатăп: эсĕ сакăр çул хушши ман çине ĕçлесе пурăнма килĕшсен эпĕ пĕр хĕрĕме сана качча парăп. Анчах та эсĕ ман çине сакăр çул мар, вунă çул ĕçлесе пурăнма килĕши маншăн эсĕ кÿнĕ ырлăх вырăнне пулĕ. Эпĕ сана нумай ĕç хушас çук, санран нумай ыйтас çук. Çакăншăн пĕрре те ан кулян. Турри парсан, эсĕ эпĕ чăн тĕнпе пурăннине, тÿрĕ çулпа утнине курăн”, – тенĕ хĕрсен ашшĕ Моисее. 28. “Юрĕ, килĕшсе татăлтăмăр! – тенĕ Моисей. – Эпĕ сирĕн çине сакăр çул е вунă çул ĕçлесен те Çÿлти Турă Сăмахне çирĕп тытса пурăнăр, усал туса çылăха ан кĕрĕр, мана сăлтавсăр ан айăплăр. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пирĕн килĕшĕве курать, пирĕн сăмахсене илтет”. 29. Моисей хăй сăмахне тытнă, хăй мĕн шантарнине пурнăçланă, шантарнă чухлĕ ватă патĕнче ĕçлесе пурăннă. Палăртнă вăхăт çитсен вăл çемйипе çул çÿреве тухнă та инçетре çулăм çуннине курнă. “Кунта тăрăр, ниçта та ан кайăр. Эпĕ инçетре çулăм çуннине куртăм. Тен, унтан пĕр-пĕр хыпарпа килĕп е кăвайт чĕртме кăвар илсе килĕп те, кăвайт чĕртсе ăшăнăпăр”, – тенĕ Моисей тăванĕсене. 30. Çулăм патне çывхарсан Моисей сасă илтнĕ. Çав сасă сăваплă тăрăхăн сылтăм енче ÿсекен йывăç çумĕнчен илтĕннĕ: “Моисей! Эпĕ – Çÿлти Турă. Эпĕ – тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри. 31. Аллунти туйуна çĕр çине пăрах!” Моисей туйине çĕр çине пăрахнă та, туя çĕлен евĕр явкаланнине курнă. Çакă ăна çав тери хăратнă. Çавăнпа та вăл тарма шут тытнă, хыçала пăхмасăр чупнă. “Моисей! Ан хăра, ан тар! Кил кунта! Ан кулян! Нимĕнрен те ан хăра. Эсĕ хрушсăрлăхри çынсенчен пĕри. 32. Аллуна хĕве чик те вăл сĕт тĕслĕ, таса та сывă пулнине курăн. Нимĕнрен те хăрамасăр аллуна хăв çумна тыт. Çÿлти Турă хăвачĕпе пулса иртекен çак икĕ асамлă пулăма эсĕ Фараона тата унăн сумлă çыннисене кăтартăн, вĕсене чăн тĕне таврăнма чĕнсе калăн. Чăн калатăп: вĕсем усал туса çылăха кĕреççĕ, чыссăр пурнăçпа пурăнаççĕ”, – тенĕ тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри. 33. “Турăçăм! Эпĕ Фараон халăхĕнчи çынна вĕлернĕ. Çавăнпа та вĕсем Эсĕ пĕлтернĕ Сăмаха, тен, итлемĕç те, тен, тÿрех мана вĕлерме шут тытĕç, – тенĕ Моисей. – 34. Аарон пичче ман пек мар, вăл таса та илемлĕ калаçать, унăн пуплевĕ итлекеншĕн кăмăллă. Çавăнпа та ăна манпа пĕрле ярсам. Сан хăватупа вăл мана пулăшса пырĕ, ман сăмах чăнлăхпа тÿр килнине çирĕплетсе парĕ. Чăн калатăп: эпĕ Фараон çыннисем мана ĕненмесрен, мана суеçĕ тесе айăпласран çав тери хăратăп”. 35. “Эпир Аарона санпа пĕрле каймалла тăвăпăр. Пирĕн пилпе вăл сана пулăшса пырĕ, сана вăй хушĕ. Пирĕн хăватпа эсир чăнлăха ĕнентерекен пулăмсем кăтартăр. Нимĕнрен те ан хăрăр, Фараон çыннисем сире сиен кÿмĕç. Эпир сире вĕсен усалĕнчен упрăпăр. Эпир панă асамлă пулăмсем сире тата сирĕн сăмаха йышăнакансене Фараон çарне çĕнтерме пулăшĕç, сире мала кăларĕç”, – тенĕ Çÿлти Турă. 36. Моисей Фараон патне çитсен Фараона тата унăн çыннисене чăнлăха йышăнма хистекен Çÿлти Турă панă асамлă пулăмсем кăтартнă. “Çÿлти Турă хăвачĕпе пулса иртекен япала мар ку! Çак асамлăх – хăвăр шутласа тупнă ăсталăх, тухатлани. Эсир каланине ĕненес çук эпир. Мĕншĕн тесен мăн асаттесем пире çакăн çинчен пĕр сăмах та каласа хăварман, çакна вĕрентмен!” – тенĕ Фараон çыннисем. 37. “Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пĕтĕмпех курать. Вăл Хăй панă Сăмаха халăха кам пĕлтернине те, халăха кам Çÿлти Турă пилĕпе ырра вĕрентнине те пĕлет. Уншăн леш тĕнчери пурнăçра кам çăтмаха кĕрсе телейлĕ пуласси те вăрттăнлăх мар. Чăн калатăп: Турă Сăмахĕнчен иртекен чун çукка юлĕ, унăн шăпи çав тери кичем пулĕ!” – хуравланă Моисей. 38. “Ятлă-сумлă çынсем! Çирĕплетсе калатăп: эпĕ сирĕншĕн пĕртен-пĕр турă! Урăх пĕр турра та пĕлместĕп эпĕ! Аман! Вут чĕртсе тăм хĕрт! Çав тăмран çÿллĕ çурт купала та, эпĕ Моисей Турри патне хăпарăп. Чăн калатăп: эпĕ Моисее ĕненместĕп, унăн сăмахне йышăнмастăп. Эпĕ Моисее суеçĕ тесе шутлатăп!” – тенĕ Фараон. 39. Фараон тата унăн çарĕ пĕр сăлтавсăрах хăйсене мăнна хурса пурăннă, халăха хисеплемен, Турă умĕнче çылăха кĕме хăраман. Вĕсем Пирĕн пата таврăнасса шутламан, Пирĕн умра явап тытма тивессе ĕненмен. 40. Усал туса çылăха кĕнĕшĕн, чыссăр пурнăçпа пурăннăшăн Эпир çак мĕскĕн чунсене тинĕсре путартăмăр. Усал туса çылăха кĕрекен, чыссăр пурнăçпа пурăнакан, Турă Сăмахĕнчен иртекен çынсен хăрушă шăпине курсам! 41. Вĕсем суя тĕнпе пурăнакан çынсене тамăка кĕме чĕнсе калакансем пулĕç, вĕсем суя тĕнпе пурăнакан çынсене тамăк вутне ертсе кĕрекенсем пулĕç. Чĕрĕлÿ кунĕ çитсен вĕсене никам та пулăшас çук. 42. Çак мĕскĕн чунсем çĕр çинчи пурнăçра çын кулли пулчĕç, çут тĕнче ылханăвне туйрĕç. Леш тĕнчере те вĕсене ырри кĕтмест. 43. Усал туса çылăха кĕнĕ, чыссăр пурнăçпа пурăннă малтанхи ăрусене тĕп тунă хыççăн Эпир Моисее кĕнеке панă. Çав кĕнеке Эпир пилленипе çынсене чăнлăх пĕлтернĕ, çынсене тĕрĕс пурăнма вĕрентнĕ, т ÿрĕ çул кăтартнă. Çав кĕнеке Эпир çынсене панă ырлăх вырăнне пулнă. Çав кĕнекене Эпир çынсене Çÿлти Турă Сăмахне ас тума, яланах асра тытма панă пулнă. 44. Мухаммад! Эсĕ Эпир Моисее Хамăр Сăмаха пĕлтернине илтмен. Эсĕ Эпир Моисее Хамăр хушăва панă, ăна халăха чăн тĕне таврăнса т ÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калакан тунă чухне Синай тăвĕн сылтăм енче пулман. Эсĕ çак калаçăва хăв хăлхупа илтмен, хăв куçупа курман. 45. Моисей çут тĕнчерен уйрăлса кайсан та Эпир пилленипе çут тĕнчене нумай ăру килнĕ, нумай ăру Эпир пилленипе хăй пурнăçне пурăнса ирттернĕ, ватăлса çĕнĕ ăрупа улшăннă. Мухаммад! Эсĕ Мадйан халăхĕнче пурăнса курман, çак халăха Эпир пĕлтернĕ йĕркесене вуласа паман, вĕсене Турă Сăмахне вĕрентмен. Анчах та Эпир сана ĕлĕк-авал мĕн пулса иртнине, чăн тĕне таврăнма чĕнсе калакан çынсем мĕн курнине пĕлтеретпĕр. 46. Мухаммад! Эсĕ Синай тăвĕ çумĕнче пулман, Эпир Моисее чĕнсе илнине курман. Çапах та Çÿлти Турă сана ĕлĕк-авал мĕн пулса иртнине пĕлтернĕ. Çакă – Çÿлти Турă панă ырлăх. Эсĕ сĕм тĕттĕмре пурăнакан халăха чăн тĕне таврăнма чĕнсе калани, т ÿрĕ çул çине тăма хистени – Çÿлти Турă ырăлăхĕ. Мĕншĕн тесен çак халăха ĕлĕк-авал никам та чăн тĕне вĕрентмен, т ÿрĕ çул çине тăма чĕнсе каламан, Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтермен. Тен, вĕсем сан сăмахна илтĕç, эсĕ каланине йышăнĕç. 47. Мухаммад! Эпир сана Хамăр Сăмаха пĕлтермен пулсан, суя тĕнпе пурăнакан халăх патне яман пулсан, сĕм тĕттĕмре пурăнакансем: “Турăçăм! Мĕншĕн Эсĕ пире тÿрĕ çул çине тăма май памарăн? Мĕншĕн пирĕн пата чăн тĕне таврăнма чĕнсе калакана, Турă Сăмахне пĕлтерекене ямарăн? Тен, эпир Сан Сăмахна йышăнăттăмăр, т ÿрĕ çул çине тăрса Турра ĕненекен çынсем пулăттăмăр!” – тейĕччĕç хăйсене çылăхĕсемшĕн явап тыттарсан, усал ĕçĕсемпе мĕн тивĕçнине курсан. 48. Анчах та Пирĕн Сăмаха илтсен те т ÿрĕ çул çине тăма васкаман суя тĕнпе пурăнакансем. “Моисей Фараона чăн тĕне таврăнма чĕнсе каланă та хăй сăмахне тĕрлĕ асамлăхпа çирĕплетнĕ. Мĕншĕн пире пĕр тĕлĕнтермĕш пулăм та кăтартмастăн эсĕ?” – тенĕ вĕсем. Анчах та Моисей Çÿлти Турă хăвачĕпе кăтартнă асамлă пулăмсене çак мĕскĕн чунсем йышăнман, вĕсенчен пăрăнса утнă, чăнлăха курас темен! “Моисее панă кĕнеке те, пире пĕлтерекен йĕркесем те – пĕр-пĕрне пулăшса пыракан, пире т ÿрĕ çул çинчен пăрса яракан асамлăх, тухатлани! – тенĕ вĕсем. – Эпир çакна ĕненместпĕр! Эпир хамăр тĕне тытса пыратпăр!” 49. Çапла кала: “Сăмахăр чăнлăхпа т ÿ р килнине çирĕплетĕр! Т ÿрĕ çула туллин çутатса паракан кĕнеке кăтартăр! Вăл Çÿлти Турă панă икĕ кĕнекерен нимпе те кая ан пултăр, пахалăхĕпе, чăнлăхĕпе Çÿлти Турă пĕлтернĕ кĕнекесенчен ирттертĕр! Вара эпĕ сирĕн сăмахăра итлĕп, сирĕн кĕнекĕре йышăнăп!” 50. Çак мĕскĕн чунсенчен хурав илеймесен çакна пĕл: вĕсем т ÿрĕ çулпа утмаççĕ, вĕсем хăйсен туйăмĕсене тĕпе хурса пурăнаççĕ, мĕн тăвас килнине çеç тăваççĕ. Çÿлти Турă Сăмахне шута илмесĕр хăйĕн туйăмĕсене, туртăмĕсене çеç тĕпе хурса пурăнакан, хăй мĕн тăвас килнине çеç тăвакан çын улталаннă, суя çулпа кайнă. Чăн калатăп: Турă Сăмахĕнчен иртсе усал туса çылăха кĕрекен çынна Çÿлти Турă т ÿрĕ çулпа ертсе пымасть. 51. Вĕсене т ÿрĕ çул çине тăратма, чăн тĕне тавăрма Эпир Сăваплă Коран аячĕсене пайăн-пайăн пĕлтертĕмĕр, вĕрентсе каланине аса илме май патăмăр. 52. Çÿлти Турă панă кĕнекесемпе унчченех паллашма т ÿ р килнĕ çынсен пĕр пайĕ Сăваплă Коран аячĕсем Çÿлти Турă Сăмахĕ пулнине ĕненнĕ, чăн тĕне йышăннă. 53. Сăваплă Коран аячĕсене вуланине илтсен вĕсем: “Эпир Сăваплă Коран Çÿлти Турă Сăмахĕ пулнине ĕнентĕмĕр! Вăл – Çÿлти Турă пĕлтернĕ чăнлăх! Чăн калатпăр: эпир унччен те тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе пурăннă, Ăна пуç çапнă!” – теççĕ. 54. Чăтăмлă пулнăшăн Çÿлти Турă вĕсене пилленĕ ырлăх икĕ хут ÿссе килĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем усал тăвакана ырăпа тавăрнă, Эпир панă ырлăха нуша куракансемпе пайлама шеллемен. 55. Вĕсем çынсем сăмах çапса ларнине илтсенех пăрăнса утнă та: “Çÿлти Турă умĕнче кашни чун ĕçĕсемшĕн явап тытĕ. Эпир хамăр тунă ĕçсемшĕн явап тытăпăр, эсир – хăвăрăн ĕçĕрсемшĕн. Салам пултăр! Эпир сăпайсăр çын уттипе утас çук!” – тенĕ. 56. Чăн калатăп: суя тĕнпе пурăнакан çынна тем пек юратсан та ăна т ÿрĕ çул çине тăратаймăн. Çÿлти Турă çеç суя тĕнпе пурăнакан çынна т ÿрĕ çул çине тăратма пултарать, Вăл Хăй кама тĕрĕс çул çине тăратас тет, çавна тĕрĕс çул çине тăратать. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри тÿрĕ çулпа утакансене пуринчен лайăх пĕлет. 57. Мекка хулинче нумай турăлăх тĕнне тытса пынă çынсем: “Çÿлти Турă Сăмахне йышăнса чăн тĕне таврăнсан, эсĕ каланине итлесен, сан хыççăн кайсан пире тăван тăрăхран хăваласа ярĕç те пирĕн ют çĕре пурăнма куçма тивĕ”, – тенĕ. Анчах та Эпир вĕсене ырлăх курса пурăнмалла туман-и? Пирĕн хăватпа вĕсем Мекка хулинчи кĕлĕ тумалли сăваплă çурта пăхса, çак тăрăха инçетрен илсе килекен улма-çырлапа, тĕрлĕ апат-çимĕçпе тăранса пурнăççĕ. Çапах та суя тĕнпе пурăнакансенчен нумайăшĕ Çÿлти Турă панă ырлăха хаклама пĕлмест, улталанса пурăнать. 58. Çĕр çинчи пурнăçа юратнипе суккăр пулнă, Çÿлти Турă панă ырăлăхпа усă курса хăйсене мăнна хунипе тÿрĕ çулран пăрăннă нумай ял-хулана тĕп тунă Эпир. Вĕсенче пурăннă çынсем çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Анчах та чылай чухне вĕсем пурăннă ял-хуласен, вĕсем çĕкленĕ çуртсен ишĕлчĕкĕсем халĕ те пур. Çут тĕнчерен уйрăлса кайнă чунсем пурте Пирĕн пата таврăннă, Эпир пуринпе те хуçа пулнине курнă. 59. Çакна пĕл: санăн Турру пĕр ял-хулана та ахаль пĕтермен. Вăл тавралăхра тĕп хула вырăнĕнче шутланса тăракан хулана чăн тĕне таврăнма чĕнсе калакан çынна янă, Çÿлти Турă Сăмахĕпе килекен чун хула халăхне тÿрĕ çул çине тăма хистенĕ, Турă Сăмахне пĕлтернĕ. Эпир таса пурнăçпа пурăнакан ял-хулана мар, Турă умĕнче çылăха кĕме хăрамасăр, усал туса çылăха кĕрсе, Çÿлти Турă Сăмахĕнчен иртсе пурăнакан халăха çеç тĕп тунă. 60. Эсир çĕр çинчи пурнăçра усă курса пурăнакан ырлăх вăхăтлăх кăна. Вăл çак тĕнче илемĕ пулин те, унăн вĕçĕ пур, вăл ĕмĕр-ĕмĕре тăсăлас çук. Анчах та тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри сире валли хатĕрленĕ парне калама çук чаплă. Çÿлти Турă пилленипе сире леш тĕнчере кĕтекен ырлăх ĕмĕрлĕх пулĕ. Мĕншĕн эсир çакна ăнланмастăр? 61. Пĕрне Эпир таса та телейлĕ пуласлăх, леш тĕнчере телей те киленÿ, канлĕх шантарса савăнтарнă. Эпир шантарни, паллах, пурнăçланĕ, Эпир мĕн шантарнине çав чун хăй куçĕпе хăй курĕ. Теприне Эпир çак пурнăçра ырлăх курса пурăнма май панă. Анчах та çак ырлăх вăхăтлăх кăна, çавăнпа та унпа улталаннă чун чĕрĕлÿ кунĕ çитсен тамăка кĕрекенсенчен пĕри пулĕ. Çак икĕ чун тан-и? Çук! 62. Явап кунĕ çитсен Çÿлти Турă вĕсене: “Эсир тÿрĕ çулпа утман, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине çеç мар, суя турăсене те пуç çапса пурăннă, Манпа тан турăсем пуррине ĕненнĕ. Анчах та ăçта сирĕн суя туррусем?” – тесе калĕ. 63. Çынсене улталаса чăн тĕнрен пăрса янă шуйттансем: “Турăçăм! Эпир тÿрĕ çулпа утман, чăн тĕнпе пурăнман, çавăнпа та çак мĕскĕн чунсене те улталаса суя çул çине пăрса янă. Каçарсам пире! Эпир вĕсемшĕн яваплă мар, вĕсем пире ĕненмен, пире пуç çапса пурăнман. Çакна курсам”, – тейĕç. Çÿлти Турă çак шуйттансене пилленĕ шăпа пурнăçланнă, Çÿлти Турă калани чăнлăх пулнă. 64. “Эсир тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине çеç мар, суя турăсене те пуç çапса пурăннă, Манпа тан турăсем пуррине ĕненнĕ. Чĕнсе илĕр çак суя турăсене!” – тейĕç вĕсене. Вĕсем суя туррисене чĕнĕç, вĕсенчен пулăшу ыйтса кĕл тăвĕç. Анчах та суя туррисем пĕр сас та памĕç. Суя турăсене ĕненсе пурăннă çынсене хăрушă асап хупăрласа илĕ. Çак асапран çăлăнма вĕсен чăн тĕне çирĕп тытса пурăнмалла пулнă, тÿрĕ çулпа утмалла пулнă. 65. Явап кунне асра тытăр, явап кунне ан манăр, вăл чăнлăх пулнине пĕлсе тăрăр. Çав кун Çÿлти Турă суя çулпа утнă çынсенчен: “Ман Сăмахпа килнĕ чунсене, Ман Сăмаха пĕлтерсе чăн тĕне таврăнма чĕнсене калакансене мĕнле кĕтсе илнĕ эсир? Мĕн каланă вĕсене?” – тесе ыйтĕ. 66. Анчах та явап кунĕ çитсен вĕсем ĕлĕк мĕн пулса иртнине, Çÿлти Турă хушнипе килнĕ çынсем мĕн вĕрентсе каланине пĕлеймĕç, пĕр-пĕринчен те ыйтса тĕпчеймĕç. 67. Çылăхĕсемшĕн ÿкĕнсе Турăран каçару ыйтнă, Турра ĕненсе чăн тĕне çирĕп тытса пурăннă, усал тăвасран сыхланса ырă ĕçсем туса пурăннă çын, тен, телейлĕ пулĕ, çăлăнса юлĕ. 68. Çакна пĕл: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри Хăй мĕн тăвас тенине тăвать, Хăй мĕн пултарас тенине пултарать. Вăл Хăй кама тÿрĕ çул çине тăратас тет, çавна чăн тĕне тавăрать, ырă ĕçсем тума пиллет. Вăл пултарнă чунсен пурнăç çулне суйлама ирĕк пур пулин те, чăн çул пĕрре кăна. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри çынсем Ун çумне хушакан суя турăсенчен таса, чыслă, аслă та мухтавлă! 69. Уншăн пĕр вăрттăнлăх та çук. Вăл çынсен чĕрисенче мĕн упраннине те, çынсем мĕн шухăшласа-ĕмĕтленсе пурăннине те, вĕсем мĕн ĕçленине те пĕлет. 70. Вăл – Çÿлти Турă. Вăл – пĕртен-пĕр Турă. Унсăр пуçне урăх пĕр турă та çук. Çĕр çинчи пурăçра та, леш тĕнчери пурнăçра та мĕн пур мухтав тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине. Вăл çут тĕнчери мĕн пур чунпа, мĕн пур япалапа пĕртен-пĕр хуçа пулса тăрать, пурнăçран уйрăлса кайсан эсир пурте Ун патне таврăнатăр. 71. Чăн тĕне йышăнман чунсене: “Çÿлти Турă хăвачĕпе каç тĕттĕмĕ мĕн явап кунĕ çитичченех тăсăлсан, кам сире кун çутине тавăрса парĕ? Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри мар-и? Эсир Çÿлти Турă Сăмахне илтес мар тетĕр-и?” – тесе кала. 72. Чăн тĕне йышăнман чунсене: “Çÿлти Турă хăвачĕпе кун çути мĕн явап кунĕ çитичченех тăсăлсан, кам сире кулленхи ĕçсенчен канма каç тĕттĕмне тавăрса парĕ? Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри мар-и? Эсир Çÿлти Турă Сăмахне курас мар тетĕр-и?” – тесе кала. 73. Хăй ырăлăхĕпе Çÿлти Турă сире кулленхи ĕçсенчен канма каç тĕттĕмне, ĕçлеме, Турă панă ырлăхпа усă курма кун çутине пултарнă. Тен, эсир çакна куратăр та, Çÿлти Турă ятне тав сăмахĕпе асăнатăр. 74. Явап кунĕ çитсен вăл нумай турăлăх тĕнĕпе пурăннă çынсене: “Эсир тÿрĕ çулпа утман, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине çеç мар, суя турăсене те пуç çапса пурăннă, Манпа тан турăсем пуррине ĕненнĕ. Анчах та ăçта сирĕн суя туррусем?” – тесе калĕ. 75. Эпир çут тĕнчере пурăннă кашни халăхран пĕрер çынна чĕнсе илĕпĕр те нумай турăлăх тĕнĕпе пурăнакансене: “Суя тĕн чăнлăхне кăтартăр, суя тĕн чăнлăхне çирĕплетсе парăр!” – тейĕпĕр. Ун чухне вĕсем Çÿлти Турă Сăмахĕ чăнлăх пулнине курĕç, Çÿлти Турă этеме пилленĕ тĕн чăнлăх пулнине пĕлĕç те, мĕн пур суя шухăшĕсем, мĕн пур çылăхлă ĕмĕчĕсем çухалĕç. 76. Чăн калатăп: Корей Моисейпе пĕр халăх çынни пулнă, анчах та вăл тăван халăхне хисеплемен, ентешĕсенчен кулнă, ентешĕсене хĕсĕрленĕ. Пирĕн хăватпа Корей пуян çын пулнă, унăн ылтăнĕ-кĕмĕлĕ упранакан п ÿлĕмсен уççийĕсене вăй-хăватлă темиçе арçын та аран йăтса çÿренĕ. Ентешĕсем пĕррехинче ăна çапла каланă: “Пуянлăхупа савăннипе пуçна ан çухат, хăвна мăнна хурса ан пурăн. Çÿлти Турă сăлтавсăр савăнакан тата вăхăтлăха панă ырăлăхшăн пуçне çухатакан çынна юратмасть. 77. Çÿлти Турă панă ырлăхпа тĕрĕс усă курса пурăн, нуша куракансене пулăшмасăр ан тăр. Пуянлăху сана ĕмĕрхи пурнăçра телейлĕ пулма пулăштăр, суя çул çине пăрса ан ятăр. Анчах та хăвăн çинчен те ан ман. Çÿлти Турă сана ырлăх панине яланах асра тыт, çавăнпа хăв та усал ан ту, ырă ĕçсем туса усă к ÿ р, Çÿлти Турă Сăмахĕнчен ирсе çылăха ан кĕр. Чăн калатпăр сана: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри усал туса çылăха кĕрекен чунсене юратмасть”. 78. “Çак пуянлăха, çак ылтăн-кĕмĕле эпĕ хамăн ăс-тăнпа, хамăн пĕл ÿпе тивĕçнĕ”, – тенĕ Корей. Вăл Çÿлти Турă ĕлĕк-авал пурăннă нумай ăрăва чыссăр пурнăçпа пурăннăшăн тĕп тунине пĕлмест-и? Явап кунĕ çитсен çак чыссăр чунсенчен нимĕн те ыйтмĕç, т ÿрех тамăка ярĕç. Мĕншĕн тесен вĕсен мĕн пур çылăхĕ, мĕн пур усалĕ куç умĕнчех. 79. Пĕррехинче Корей халăх умне капăр тумсем тăхăнса тухнă. “Корей çав тери пуян та сумлă çын! Мĕн тери телейлĕ шăпа унăн! Çÿлти Турă пире те çак пуянлăха панă пулсан эпир мĕн тери телейлĕ çынсем пулнă пулăттăмăр!” – тенĕ çĕр çинчи пурнăçшăн çунакан, ĕмĕрхи пурнăçа маннă çынсем. 80. “Инкек! Хăрушă инкек кĕтет сире! Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненекен, ырă ĕçсем тăвакан çын шăпи телейлĕ. Мĕншĕн тесен ăна Çÿлти Турăран çав тери чаплă парне кĕтет. Анчах та çак парнене пурнăçри йывăрлăхсене чăтăмлăн т ÿссе ирттерекенсем çеç тивĕçĕç”, – тенĕ Çÿлти Турă Сăмахне пĕлекен çынсем. 81. Эпир хушнипе Корея тата унăн кил-çуртне çĕр çăтнă. Çак мĕскĕн чуна никам та Çÿлти Турă янă асапран хăтарма шутламан, усал туса çылăха кĕнĕ чуна никам та пулăшас темен. 82. Ире май пуянпа мĕн пулса иртнине пĕлсен, ĕнер кăна ăна ăмсаннă çынсем çапла каланă: “Чăн калатпăр: Çÿлти Турă кама пуян тăвас тет, çавна пуянлăх парать, кама çителĕклĕ пурнăçпа пурăнма пиллес тет, çавна пурăнма мĕн кирлипе тивĕçтерет. Çÿлти Турă пире хĕрхенмен пулсан, Вăл пире шеллемен пулсан, тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри хушнипе пире те çĕр çăтнă пулĕччĕ. Инкек! Хăрушă инкек! Суя тĕнпе пурăнакансем чăннипех те телейлĕ пулаяс çук, вĕсем пур-пĕрех çукка юлĕç!” 83. Çынна хисеплекен, çынран кулма шутламан, çынна хĕсĕрлемен, çынна усал тăвасран сыхланакан, Çÿлти Турă Сăмахне çирĕп тытса пурăнакан чуна Эпир пилленипе леш тĕнчери киленÿ кĕтет. Çÿлти Турра ĕненсе таса пурнăçпа пурăнакансем, Турă умĕнче çылăха кĕме хăракансем телейлĕ. Вĕсен çĕр çинчи пурнăçĕ те телейлĕ вĕçленĕ. 84. Çынна ырă тăвакан, çынна ырă сунакан Çÿлти Турă пилленипе ырлăх курса пурăнĕ. Çынна усал тăвакан хăй аллипе тунă усалшăн туллин явап тытĕ, хăй мĕн тивĕçнине курĕ. 85. Чăн калатăп: Сана Сăваплă Коран аячĕсене пĕлтерекен, Коран урлă мĕн пĕлтернине çирĕп тытса пурăнма хушакан Туррăн Сăмахĕ чăнлăх. Вăл сана тавăрма шантарнă вырăна çитерĕ. Çапла кала: “Çÿлти Турă чăн тĕне йышăнса тÿрĕ çулпа утакана та, суя тĕнпе пурăнса улталанакана та пĕлет”. 86. Çÿлти Турă сана Хăй Сăмахне пĕлтерессе шутламан та эсĕ, Çÿлти Турă сана Хăй Сăмахне пĕлтерни саншăн Çÿлти Турă панă ырлăх пуласса кĕтмен те эсĕ. Çавăнпа та суя тĕнпе пурăнакансене ан пулăш. 87. Çÿлти Турă сана Хăй Сăмахне пĕлтернĕ, эсĕ Турă Сăмахĕ чăнлăх пулнине курнă. Çавăнпа та суя тĕнпе пурăнакан çынсен сăмахне ан итле, Турă Сăмахне манса вĕсем хыççăн ан кай, тÿрĕ çулпа ут. Çынсене тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненме чăн тĕне таврăнма чĕнсе кала, суя тĕнпе пурăнакансен йышĕнчĕ ан пул. 88. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе пуç çапса пурăннă вăхăтрах суя турра ан ĕнен. Çÿлти Турăсăр пуçне урăх пĕр Турă та çук. Çут тĕнчери мĕн пур чун вилĕм тутине пĕлĕ. Пĕр Çÿлти Турă çеç яланах пулнă та, пур та, пулĕ те. Пĕр Вăл çеç çут тĕнчери мĕн пур чунпа, мĕн пур япалапа пĕртен-пĕр хуçа. Çут тĕнчерен уйрăлса кайсан эсир пурте Ун патне таврăнатăр.

29. “Эрешмен” ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Алиф. Лям. Мим. 2. “Эпир тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕнентĕмĕр!” – тесе калакансем малашлăх вĕсемшĕн çутă та таса пуласса, вĕсем пĕр хуйхă-суйхă та, пĕр инкек-синкек те курмасса шанаççĕ. Çак сăмах çаврăнăшне калани вĕсене тĕрлĕ усалтан, тĕрлĕ пăтăрмахран упрасса ĕненеççĕ. 3. Эпир ĕлĕк-авал пурăннă çынсене тĕрĕсленине, Эпир пилленипе вĕсем пурнăçра тем те пĕр курнине тупа туса ĕнентеретĕп! Тĕнчене пултарнă Турă тĕрĕссине калакансене те, суякансене те пĕлет. Унран никам та нимĕн те пытараяс çук. 4. Çынна усал туса çылăха кĕрекен Пирĕнтен тарса пытанма, явап тытмасăр юлма шанать-и? Вăл улталанать! Вăл нимĕн те ăнланмасть! 5. Çут тĕнчене пултарса пурнăç парнеленĕ Турăпа тĕл пулма ĕмĕтленекен çын Турă палăртнă вăхăт пур-пĕрех çитессе пĕлсе тăтăр. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пĕтĕмпех илтет, пĕтĕмпех пĕлет. 6. Çапăçу хирне Турă ятне çÿле çĕклес тесе, чăн тĕншĕн чунне парас тесе тухакан çын хăйĕншĕн тăрăшать, хăйне хăй çав тери пысăк усă кÿрет, хăйне хăй телей пиллет. Турра этемрен те, çут тĕнчери мĕн пур чунран та нимĕн те кирлĕ мар. Анчах та пурне те Турă Хăй кирлĕ. 7. Чăн тĕнпе пурăнса ырă туса Çÿлти Турă сăвапне тивĕçнĕ çынсен çылăхĕсене Эпир каçаратпăр, ырă ĕçĕсемшĕн ырăпа ÿстерсе тавăрса паратпăр. 8. Эпир этеме ашшĕ-амăшĕпе яланах ырă-кăмăллă пулма, вĕсене хисеплеме, юратма хушнă. Анчах та сана çуратса пăхса ÿстернĕ çынсем Манпа тан суя турăсене те ĕненсе пурăнма хушсан, чăн тĕнрен пăрăнма хистесен, вĕсен сăмахне ан итле, вĕсем хушнине ан ту. Анчах та çав-çавах вĕсене юрат, хисепле. Чăн калатăп: эсир пурте Ман пата таврăнатăр; Эпĕ сире пурнăçăрсене епле пурăнса ирттернине пĕлтерĕп. 9. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе ырă тăвакана Эпир Çÿлти Турă сăвапне тивĕçнĕ таса чун-чĕреллĕ çынсен йышне кĕртĕпĕр. 10. Хăшĕ-пĕри: “Эпĕ çут тĕнчене пултарнă Турра ĕнентĕм”, – тет. Анчах та хăйне пĕр-пĕр çын усал туса кÿрентернине вăл Çÿлти Турă янă асап тесе шутлать. Чăн калатăп: эсир Турă пулăшнипе тăшманăрсене çĕнтерсен, килĕрсене çĕнтер ÿпе таврăнсан, вĕсем: “Эпир те сирĕнпе пулнă, сире пулăшса пынă! – тесе ĕнентереççĕ. Анчах та Çÿлти Турă çут тĕнчере пурăнакансем мĕн шухăшланине те, мĕн ĕмĕтленнине те пуринчен те лайăх пĕлет мар-и? 11. Тĕнчене пултарнă Турă чăн тĕне йышăнса т ÿрĕ çулпа утакан чурисене те, т ÿрĕ çулпа утам пек тăвакансене те пĕлет. 12. Чăн тĕнрен пăрса яракансем: “Пире итлĕр, эпир утнă çулпа утăр, эпир каланине ĕненĕр! Эпир сирĕн çылăхăрсене хамăр çине илĕпĕр те сире çылăхсенчен тасатăпăр!” – теççĕ. Анчах та вĕсем чăннине каламаççĕ. Вĕсем чăн тĕнпе пурăнакансене улталама тăрăшаççĕ, ют çын çылăхĕсене те хăйсем çине илме шутламаççĕ. 13. Çак мĕскĕн чунсем хăйсен çылăхĕсемшĕн те, вĕсене пула чăн çул çинчен пăрăннă çынсен çылăхĕсемпе усал ĕçĕсемшĕн те явап тытĕç. Чĕрĕлÿ кунне вĕсен çак тĕнчере тунă мĕн пур усал ĕçĕсемшĕн, шухăш-ĕмĕчĕсемшĕн явап тытма тивĕ. 14. Эпир Ноя çынсене чăн тĕне таврăнма, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе Вăл хушнă пек пурăнма чĕнсе калама ятăмăр. Вăл вĕсемпе çур ĕмĕрсĕр пин çул пурăнчĕ. Анчах та халăх Турра ĕненме, Турă Сăмахне йышăнма васкамарĕ, усал туса çылăха кĕчĕ, суя турăсене ĕненсе пуç çапрĕ. Çавăнпа та вĕсене шыв илчĕ, вĕсен пурнăçĕсене татрĕ. 15. Анчах та Эпир Ноя тата унпа пĕрле кимĕ çине ларнисене пĕтме памарăмăр, вĕсене çăлса хăвартăмăр. Çак паллă пулăм çынсене ĕмĕр-ĕмĕрĕпех Çÿлти Турра ĕненме, чăн тĕнпе пурăнма хистесе тăтăр. 16. Авраам хăй халăхне: “Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе, пуç çапса пурăнăр! Ун умĕнче çылăха кĕресрен хăраса тăрăр! Чăн тĕне таврăнни сире çав тери телейлĕ тăвĕ, сире пысăк усă к ÿрĕ. Çакна ан манăр, яланах асра тытăр! 17. Эсир Чăн Турра манса тĕрлĕ сăн-кĕлеткесене пуç çапса пурăнатăр, чăн тĕне сивлесе тĕрлĕ суя халап-юмах çÿрететĕр. Çак суя турăсенчен пĕр усă та çук. Вĕсем сире тăранса пурăнмалăх апат-çимĕç те пама пултараймаççĕ. Çÿлти Турăран тăранса пурăнмалăх, вăй пухмалăх апат-çимĕç ыйтса кĕлĕ тăвăр, Ăна пуç çапса пурăнăр, Вăл кÿнĕ ырлăхшăн Ăна тав тăвăр! Çут тĕнчерен уйрăлса кайсан эсир пурте Ун патне таврăнатăр”, – тенĕ. 18. Эсир Çÿлти Турă пĕлтернине суя тетĕр пулсан, çакна пĕлĕр: ĕлĕк-авал пурăннă халăхсем те Çÿлти Турă Сăмахне ĕненмен, чăн тĕне йышăнман. Анчах та эсир чăн тĕнрен пăрăнса суя çул çине тăни – сире чăн тĕне йышăнма чĕнсе калаканшăн çылăх мар. Мĕншĕн тесен вăл Турă Сăмахне пĕлтерсе чăн тĕне çеç вĕрентет. 19. Мĕншĕн вĕсем Турă çут тĕнчери мĕн пур чуна пултарнине, унтан Хăй пултарнă чунсене вĕсен сăнне тавăрса панине, чун кĕртнине курмаççĕ? Чăннипех те, Çÿлти Турăшăн ку çав тери çăмăл ĕç. 20. “Тĕнче курма çул çÿреве тухăр та, Турă хăватне пула çĕр çинче кам тата мĕн пурăннине, Вăл кама пултарнине сăнăр. Унтан палăртнă вăхăт çитĕ те, Çÿлти Турă çут тĕнчерен уйрăлса кайнă çынсене чун кĕртсе вил тăпри айĕнчен кăларĕ. Чăннипех те, Вăл тем тума та пултарать. 21. Çÿлти Турă Хăй ирĕкĕпе пĕрисене асап курмалла тăвать, теприсене хĕрхенсе каçарать. Çут тĕнчерен уйрăлса кайсан эсир пурте Ун патне таврăнатăр. 22. Çак тĕл пулăвран никам та çĕр çинче те, тÿпере те пытанса юлаймĕ. Çав кун сире хÿтĕлекен те, сире пулăшакан та пулмĕ”, – тесе кала. 23. Çÿлти Турă чăн тĕне çирĕплетме яракан пулăмсене тата леш тĕнчере Çÿлти Турăпа тĕл пуласса ĕненмен çын Манран ырă ан кĕттĕр, Ман каçарăва тивĕçме ан ĕмĕтлентĕр. Çак мĕскĕн чуна хăрушă асап кĕтет. 24. Халăх чăн тĕне йышăнма чĕнсе калакана илтсен: “Вĕлерĕр ăна е çунтарса ярăр!” – тет. Анчах та Çÿлти Турă Хăй чурине нихăçан та пăрахмасть. Çавăнпа та Вăл ăна вилемрен çăлса хăварнă та, çулăм этеме пĕр сиен те кÿмен. Çак паллă пулăм Турра ĕненекен çынсене ĕмĕр-ĕмĕрĕпех чăн тĕнпе пурăнма хистесе тăтăр. 25. “Пĕр-пĕрне юратнипе, пĕр-пĕрне юрас тесе эсир тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине маннă та тĕрлĕ сăн-кĕлеткесене ĕненсе пуç çапнă. Анчах та чĕрĕлÿ кунĕ çитсен çак юратун паллийĕ те юлмĕ. Суя тĕнпе пурăннă çынсем пĕр-пĕрне курайми пулĕç, пĕр-пĕрне айăпласа ылханĕç. Тамăк вучĕ кĕтет çак çынсене. Вĕсем унта çунса асапланĕç, вĕсене хÿтĕлекен те, пулăшакан та пулмĕ”, – тенĕ чăн тĕне йышăнма чĕнсе калакан. 26. Лот тÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калакан çын сăмахне ĕненнĕ. Авраам: “Çÿлти Турă сăвапне тивĕçес тесе эпĕ хам пурăнакан вырăнтан урăх тăрăха куçса каяс тетĕп. Тĕнчене пултарнă Турă, чăннипех те, тем те тума пултарать. Вăл аслă, мухтавлă!”, – тенĕ. 27. Авраам ачасăр пулман. Эпир пилленипе Исаак тата Иаков унăн йăхне малалла тăсакансем пулнă. Авраам ывăлĕсем хушшинче халăха чăн тĕне йышăнма, тÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калакансем, Турă Сăмахне пĕлтерекенсем те пулнă. Эпир çак сумлă этеме çĕр çинчи пурнăçра ырлăх курма, леш тĕнчере таса чун-чĕреллĕ çынсен йышĕнче пулма пилленĕ. 28. Лот тăван халăхне: “Эсир çын кулли пулса тĕнче халиччен курман намăс ĕçпе аппаланатăр! Чыссăр çынсем эсир! 29. Эсир хĕрарăмсенчен пăрăнса арçынсем патне туртăнатăр, вĕсемпе пĕр вырăн çине выртатăр, çул-йĕре пăсатăр, ушкăнăн пухăнса Турă Сăмахĕнчен иртсе киревсĕр ĕçе тытăнатăр!” – тенĕ. “Суймастăн, тĕрĕссине калатăн пулсан, Çÿлти Турă пире çапла пурнăçшăн халех явап тыттартăр, асапланмалла тутăр!” – тенĕ халăх кулса. 30. “Турăçăм! Çак чыссăр, намăса пĕлмесĕр çылăха кĕрекен халăха çĕнтерме пулăшсам мана!” – тесе кĕлĕ тунă Лот. 31. Çÿлти Турă хушнипе пирĕштисем Авраам патне ырă хыпарпа килсен çапла пĕлтернĕ: “Эпир çак хулара пурăнакансене тĕп тума шутлатпăр. Вĕсем тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненмеççĕ, Унăн Сăмахне йышăнмаççĕ, таса мар пурнăçпа пурăнаççĕ”. 32. “Анчах та çав хулара Лот те пурăнать-çке! Вăл хисеплĕ, таса чун-чĕреллĕ çын!” – тенĕ Авраам тăванĕшĕн кулянса. “Çав хулара кам пурăннине эпир санран лайăх пĕлетпĕр. Эпир ăна тата унăн çывăх тăванĕсене çăлса хăварăпăр. Анчах та Лот арăмĕ çăлăнаймĕ, вăл кая юлнисенчен пĕри пулĕ”, – тенĕ хăнасем. 33. Пирĕштисем çывхарнине курсан Лот кулянса хăй ним тума та пултарайманнине ăнланса илнĕ. “Ан хăра, ан кулян. Эпир сана тата çывăх тăванусене çăлса хăварăпăр. Анчах та арăму çăлăнаймĕ, вăл кая юлнисенчен пĕри пулĕ. 34. Усал туса çылăха кĕнĕшĕн çак хулара пурăнакансем çине эпир тÿперен асап антарăпăр, тĕп тăвăпăр”, – тенĕ пирĕштисем. 35. Эпир Лот пурăннă хулана тĕп туни ăслă-тăнлă çынсене чăн тĕнпе пурăнма, Турă Сăмахне çирĕп тытса пыма хистесе тăрĕ. 36. Майан халăхне чăн çул çине кăларма Эпир вĕсен тăванне Шуейба ятăмăр. “Халăхăм! Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе, Ăна пуç çапса пурăнăр! Юлашки кун çинчен ан манăр, ăна яланах асра тытăр! Усал туса çылăха ан кĕрĕр, усалпа ан вараланăр, усалпа ан варалăр!” – тесе чĕнсе каланă вăл. 37. Анчах та халăх Шуейб каланине итлемен, ырра вĕрентекене суеçĕ тенĕ. Вĕсем тÿрĕ çул çине тăма килĕшмен, çавăнпа та çĕр чĕтренĕвĕ килĕсенче хÿтлĕх шыранă çынсен пурнăçĕсене татнă. 38. Адитсемпе самудсен шăпийĕ те çав тери кичем пулнă! Çакна эсир вĕсен ялĕсемпе хулисен ишĕлчĕкĕсене курса ĕненме пултаратăр. Шуйттан вĕсене улталанă, вĕсен пуçĕсене çавăрса тĕрĕс çул çинчен пăрса янă. Çавăнпа та çак мĕскен чунсем хăйсен çылăхĕсене курман, усала ырă тенĕ, ырра усал тенĕ. Анчах та вĕсен пурин те пурăнмалăх ăс-тăнĕ пулнă, вĕсем таврари халăхсене çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтерсе тăнă. 39. Корей, Фараон тата Хам. Вĕсем те Турă умĕнче çылăха кĕме хăраман. Моисей вĕсене чăн тĕне таврăнма чĕнсе каланă, Турă Сăмахне пĕлтернĕ, Çÿлти Турă пулăшнипе тÿрĕ çула çутса паракан тĕрлĕ пулăмсем кăтартнă. Анчах та мĕскĕн чунсем Моисей каланине ĕненмен, хăйсене мăнна хурса пурăннă, Çÿлти Турă умĕнче явап тытмасăр юласса шаннă. 40. Эпир вĕсен пĕр çылăхне те шута илмесĕр хăварман, усал ĕçĕсемшĕн явап тыттарнă. Пĕрисем Эпир пилленипе чуллă çил-тăвăла лексе вилĕм тупнă, теприсене чăтайми хăрушă сасă пĕтернĕ, виççĕмĕшне Эпир хушнипе çĕр çăтнă, хăшĕ-пĕри шывра путса вилнĕ. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри вĕсене усал сунман, вĕсене асаплантарас темен. Çак мĕскĕн чунсем хăйсене хăйсем сиен кÿнĕ, хăйсене хăйсем асаплантарнă, хăйсене хăйсем хисеплемен. 41. Çÿлти Турра манса суя турăсене ĕненсе пурăнакан, вĕсенчен пулăшу тата хÿтлĕх ыйтакан этем хăйне пурăнма карта çавăрнă эрешмен евĕр. Анчах та эрешмен карти çирĕп мар, вăл çав тери çăмăллăн татăлать. Суя тĕнпе пурăнакансем çакна пĕлсемччĕ! 42. Çÿлти Турă çак мĕскĕн çынсем Ăна манса камсене ĕненсе пуç çапса пурăннине йăлтах пĕлет. Суя турăсем этеме усă та, сиен те кÿме пултарайманни те Уншăн вăртттăнлăх мар. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри тем те тума пултарать. Вăл аслă, мухтавлă! 43. Эпир этемлĕхе чăн тĕне йышăнма, тÿрĕ çул çине тăма чĕнсе темĕн тĕрлĕ халап каласа кăтартатпăр. Анчах та çакна ăслă-тăнлă çын çеç ăнланать. 44. Çÿлти Турă Хăй хăватне çирĕплетсе, чăн тĕне палăртса тÿпепе çĕре пултарнă. Турра ĕненекенсем çакна курса тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине чунпа парăнаççĕ, тÿрĕ çул çине тăраççĕ. 45. Çÿлти Турă сана Хăй Сăмахĕнчен мĕн вулама пилленине вула та кĕлĕ ту, кĕлĕ йĕркине çирĕп тытса пыр. Кĕлĕ вулани этеме усал туса çылăха кĕресрен, çын кулли пуласран упрать. Анчах та тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине асра тытнипе, Унăн ятне мухтаса асăннипе нимĕн те танлашаймĕ. Çÿлти Турă эсир мĕн ĕçлесе пурăннине курать, пĕлет. 46. Çÿлти Турă çынсене ĕлĕк-авал пĕлтернĕ кĕнекесене тытса пыма тăрăшакансемпе тавлашнă чухне ырă-кăмăллă пулăр, вĕсене хисеплĕр. Анчах та вĕсем йĕркене пăссан, сире усал тусан, вĕсемпе ырă кăмăллă пулни килĕшÿсĕр. “Эпир Коран аячĕсем Турă Сăмахĕ пулнине, çак Сăмах урлă Вăл пире чăн тĕне вĕрентнине тата Вăл Хăй Сăмахне ĕлĕк-авал урăх кĕнекесем урлă пĕлтернине ĕненетпĕр. Эпир ĕненсе пуç çапакан Турă та, эсир ĕненсе пуç çапакан Турă та – пĕр Турă. Эпир Вăл пĕлтернĕ Сăмаха йышăнатпăр, Вăл пилленĕ çулпа утатпăр, Вăл хушнă пек пурăнатпăр”, – тесе калăр. 47. Мухаммад! Эпир сана Сăваплă Коран аячĕсене пĕлтертĕмĕр. Кĕнекене тивĕçнĕ çынсем вăл Турă Сăмахĕ пулнине, чăн тĕне вĕрентнине ĕненеççĕ. Санпа пĕр вăхăтра пурăнакан ĕлĕк-авал пĕлтернĕ кĕнекесене тытса пыма тăрăшакан çынсем хушшинче те Коран аячĕсене ĕненекенсем пур. Суя тĕнпе пурăнакансем çеç Эпир пĕлтернине, Эпир уçса панине йышăнмаççĕ. 48. Мухаммад! Эсĕ Çÿлти Турă çынсене пĕлтернĕ кĕнекесене вуласа та, çав кĕнекесем мĕн çинчен каланине çырса илсе те курман. Эсĕ Çÿлти Турă пĕлтернĕ кĕнекесене аллуна тытса курнă пулсан, чăн тĕне йышăнма килĕшмен çынсем сан сăмахна итлеме иккĕленсе тăрĕччĕç. 49. Коран аячĕсем – чăн тĕнпе пурăнакан ăслă-тăнлă çынсен чĕрисенче упранакан Турă Сăмахĕ. Суя тĕнпе пурăнакансем çеç Пирĕн Сăмаха ĕненмеççĕ, Коран аячĕсене йышăнмаççĕ. 50. Вĕсем: “Мĕншĕн Çÿлти Турă пĕр-пĕр асамлă пулăм кăтартса Мухаммад пире чăннипех те Унăн Сăмахне пĕлтернине ĕнентермест?” – теççĕ. Çапла кала: “Асамлă пулăм кăтартма Турăран ыйтăр. Вăл пуринпе те хуçа. Эпĕ сире Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтеретĕп, сире чăн тĕне вĕрентсе калатăп”. 51. Эпир сана Коран аячĕсене пĕлтерни вĕсемшĕн çителĕксĕр-ши? Вĕсем çак сăваплă кĕнекене вуланине илтеççĕ, Çÿлти Турă Сăмахне пĕлеççĕ. Çÿлти Турă сире Хăй Сăмахне пĕлтерни – çут тĕнчене пултарнă Турă чăн тĕнпе пурăнакан çынсене к ÿнĕ ырлăх. Турă Сăмахĕ çынсене чăн тĕне вĕрентет, тÿрĕ çул çине тухма пулăшать. 52. “Çут тĕнчене пултарнă Турă пирĕн хушăра мĕн пулса иртнине, мĕнле тавлашу пулнине пĕлни çителĕклĕ. Вăл т ÿпере тата çĕр çинче мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех пĕлет. Ултава ĕненсе Çÿлти Турăран тата Унăн Сăмахĕнчен пăрăнса утакан çукка тăрса юлĕ”, – тесе кала. 53. Чăн тĕне йышăнма килĕшмен çынсем санран кулса шантарнă асапа васкатма ыйтаççĕ. Суя тĕнпе пурăнса усал туса çылăха кĕнĕшĕн, чăн тĕне хирĕç тăнăшăн вĕсем çак самантрах инкеке лексе асапланнă пулĕччĕç, анчах та Çÿлти Турă палăртнă вăхăт çитмен. Çÿлти Турă пилленĕ асап ăнсăртран килсе чыссăр чунсене хупăрласа илĕ. 54. Чăн тĕне йышăнма килĕшмен çынсем санран кулса шантарнă асапа васкатма ыйтаççĕ. Чăн калатăп: суя тĕнпе пурăнакансене тамăк вучĕ хупăрласа илĕ. 55. Çав хăрушă кун Çÿлти Турă пилленĕ асап çылăхлă чунсене çÿлтен анса, урисем айĕнчен хăпарса хупăрласа илĕ. “Суя тĕнпе пурăннăшăн, усал туса çылăха кĕнĕшĕн çунса асапланăр!” – тейĕç вĕсене. 56. Мана ĕненсе Ман Сăмаха йышăнакансем, чăн тĕнпе пурăнакансем! Эпĕ пултарнă çĕр çав тери анлă. Мана ĕненĕр, Мана пуç çапăр, Ман Сăмаха çирĕп тытса пурăнăр! 57. Çут тĕнчене килнĕ кашни чун вилмесĕр юлас çук. Пурте вилĕм тутине тутанса курĕç. Çак тĕнчерен уйрăлса кайсан эсир пурте Пирĕн пата таврăнатăр. 58. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе Унăн Сăмахĕпе килĕш ÿллĕн пурăннă, усалран сыхланса ырă ĕçсем тунă чунсене Эпир çăтмахри юхан шывсем хĕрринче вырнаçнă чаплă керменсе кĕртĕпĕр. Вĕсем çăтмахра ĕмĕр-ĕмĕрĕпе киленсе пурăнĕç. Усалран сыхланса ырă ĕçсем тунă чунсене çав тери чаплă парне, Çÿлти Турă ырлăхĕ кĕтет. 59. Вĕсем яланах чăтăмлă пулнă, нихăçан та пуçĕсене усман, яланах Турра шанса пурăннă. 60. Чылай чĕр чун хăйне тăранса пурăнмалăх апат-çимĕç туса илеймест, анчах та тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пĕтĕмпех илтет, пĕтĕмпех курать. Вăл чĕр чунсене те, сире те тăранса пурăнмалăх апат парать, пурнăçра мĕн кирлипе тивĕçтерет. 61. Чăн тĕне йышăнман çынсенчен: ” Т ÿпепе çĕре кам пултарнă? Хĕвелпе уйăхăн т ÿпери çул-йĕрне кам палăртнă?” – тесе ыйт. Вĕсем, паллах: “Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри!” – тейĕç. Тĕрĕс! Анчах та мĕншĕн-ха вĕсем çакна пĕлсе тăрсах суя тĕнпе пурăнаççĕ? Мĕншĕн суя турăсене ĕненеççĕ? 62. Çÿлти Турă Хăй кăмăлне кура пĕрисене тем те пĕр парса чапа кăларать, теприсен виçине чакарать. Чăн калатăп: тĕнчене пултарнă Турă пĕтĕмпех пĕлет! 63. Чăн тĕне йышăнман çынсенчен: “Кам тÿперен çумăр çутарса хĕвелпе типсе çурăлнă çĕре чун кĕртет?” – тесе ыйт. Вĕсем, паллах: “Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри!” – тейĕç. “Мухтав Турра!” – тесе кала. Анчах та çынсенчен нумайăшĕ çакна ăнланмасть. 64. Çак тĕнчери пурнăç вăйă-кулăпа тан. Леш тĕнчери пурнăç – чăн пурнăç. Çакна пĕлсемччĕ! 65. Кимĕ çине ларса çул-çÿреве тухсан вĕсем тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе кĕлĕ вулаççĕ, Унран пулăшу ыйтаççĕ. Анчах та Çÿлти Турă пулăшнипе çул-çÿрев ăнăçлă вĕçленсен, вĕсем суя турăсене те Çÿлти Турăпа тан мухтаса асăнаççĕ, вĕсене пуç çапаççĕ. 66. Çак мĕскĕн чунсем Пире ĕненмеççĕ, Пире тав тумаççĕ. Эпир вĕсене çĕр çинчи пурнăçпа пĕр вăхă хушши киленсе пурăнма май парăпăр. Унтан вĕсем суя тĕнпе пурăнса ирттернĕ пурнăç мĕн патне илсе çитернине хăйсемех курĕç. 67. Эпир пилленипе вĕсем Мекка хулинче нимрен хăрамасăр пурăнаççĕ. Çав вăхăтрах йĕри-тавра пурăнакансем пĕр-пĕрне вĕлереççĕ, çаратаççĕ, тыткăна илеççĕ. Мĕншĕн вĕсем çакна та курмаççĕ? Мĕншĕн вĕсем ултава ĕненеççĕ? Мĕншĕн вĕсем Çÿлти Турра ырăлăхĕшĕн тав тума пĕлмеççĕ? 68. Çÿлти Турă çинчен хăй мĕн пĕлменнине суйса калакан, Çÿлти Турă каламаннине Турă Сăмахĕ тесе пĕлтерекен, Çÿлти Турă каланă Сăмаха йышăнман, чăнлăха пĕлсех чăн тĕне сивлекен çын çылăха кĕрет, хăй çав тери чыссăр пулнине кăтартать. Тамăк – суя тĕнпе пурăнакансен вырăнĕ мар-ши? 69. Çÿлти Турă ятне çÿле çĕклес, чăн тĕне çирĕплетес тесе тăрăшакан чун телейлĕ. Эпир ăна т ÿрĕ çул çине тăратăпăр. Чăн калатăп: Çÿлти Турă ырă тăвакансене яланах пулăшса пырать.

32. «Турра пуç çапни» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Алиф. Лям. Мим. 2. Сăваплă Коран аячĕсем – Çÿлти Турă пĕлтернĕ Сăмах. Çак кĕнекере пĕр йăнăш та, пĕр кăлтăк та çук. 3. Суя тĕнпе пурăнакансем: “Коран – Çÿлти Турă Сăмахĕ мар. Çак кĕнекене Мухаммад хăй шухăшласа çырнă!” – теççĕ. Çук! Коран – Çÿлти Турă пĕлтернĕ Сăмах. Вăл сана çак кĕнекене халăха вĕрентме, ăна т ÿрĕ çул çине тăратма панă. Унччен сана халăхна никам та чăн тĕне вĕрентмен. Тен, вĕсем сан сăмахна йышăнĕç те т ÿрĕ çул çине тăрĕç. 4. Çÿлти Турă – тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри. Вăл т ÿпепе çĕре, т ÿпепе çĕр хушшинче мĕн пуррине ултă кун хушшинче пултарнă та çут тĕнчере мĕн пуррипе хуçа пулса тăнă. Çÿлти Турă пулăшмасан, усалран упрамасан кам сире пулăшса пырĕ, кам сире упраса тăрĕ? Мĕншĕн эсир çакна ăнланмастăр? 5. Çÿлти Турă пуринпе те хуçа пулса тăрать. Вăл хăй хушăвне т ÿперен çĕр çине антарать те, пĕр палăртнă кун Хăй пултарнă чунсен ĕçĕсем Ун патне таврăнаççĕ. Çав кун тăршшĕ эсир шут тытса пыракан пин çулпа танлашать. 6. Çÿлти Турă эсир никам курмалла мар вăрттăн мĕн тунине те, мĕн ĕмĕтленсе пурăннине те, пурте курмалла мĕн ĕçленине те, каланине те пĕтĕмпех пĕлет. Вăл çав тери хăватлă, Вăл чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçарать. 7. Турă пултарнинче пĕр кăлтăк та, пĕр çитменлĕх те çук. Вăл çав тери ăста! Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри Адама тăмран пултарнă. 8. Вăл Адам ывăлне-хĕрне мĕскĕн шĕвекрен пултарса 9. Сăн-кĕлеткине йĕркелет те Хăй хăватĕнчен чун кĕртет. Çÿлти Турă сире хăлхаллă, куçлă, чĕреллĕ тунă, анчах та эсир Ăна çакăншăн çав тери сахал тав тăватăр. 10. Чĕрĕлÿ кунне ĕненмен мĕскĕн чунсем: “Эпир вилетпĕр те çĕрсе тăпра пулатпăр. Çÿлти Турă пире чун кĕртсе пурнăç тавăрса парайĕ-ши?” – теççĕ. Çапла, Вăл сире чун кĕртсе пурнăç тавăрса парĕ. Анчах та çак мĕскĕн чунсем Çÿлти Турăпа тĕл пуласса ĕненмеççĕ. 11. Çапла пĕлтер: “Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри пилленипе вилĕм илсе килекен пирĕшти сирĕн чунăрсене кăларĕ те, эсир Çÿлти Турă патне таврăнăр”. 12. Усал туса çылăха кĕнĕ мĕскĕн чунсем Турă умĕнче пуçĕсене усса тăнине курсамччĕ. “Турăçăм! Каçарсам пире! Эпир пĕтĕмпех куртăмăр, пĕтĕмпех илтрĕмĕр. Çĕр çине тавăрсам пире. Эпир чăн тĕнпе пурăнăпăр, усал ĕçсенчен пăрăнăпăр, ырă туса çынсене усă к ÿрĕпĕр. Çĕр çине тавăрсам пире, эпир Сан Сăмахна ĕнентĕмĕр, вăл чăнлăх пулнине куртăмăр”, – тейĕç вĕсем. 13. Эпĕ Хам пултарнă чунсене пурне те т ÿрĕ çул çине кăларса чăн тĕнпе пурăнтарăттăм. Анчах та тамăка çынсемпе тата этем куçне курăнман чунсемпе тултарма шантарни чăнлăхпа т ÿ р килет. 14. “Эсир явап кунне маннă, Çÿлти Турăпа тĕл пуласса шанман. Çавăнпа Эпир те сире манăп. Усал туса çылăха кĕнĕшĕн, суя тĕнпе пурăннăшăн çунса асапланăр. 15. Çÿлти Турă Сăмахне илтсен çĕре çити пуç таякансем, Çÿлти Турă ятне мухтаса асăнакансем Коран аячĕсене ĕненеççĕ, вĕсене йышăнаççĕ. Вĕсем хăйсене мăнна хумаççĕ, чăн тĕне çирĕп тытса пыраççĕ. 16. Вĕсем ыйха татса Çÿлти Турра мухтаса кĕлĕ вулаççĕ, Ун умĕнче çылăха кĕме хăраса тăраççĕ, çăтмаха кĕме ĕмĕтленеççĕ. Вĕсем Эпир панă ырлăхпа киленсе пурăнмаççĕ, çынсене пулăшаççĕ, чăн тĕншĕн тăрăшаççĕ. 17. Пĕр чун та Çÿлти Турă чăн тĕнпе пурăнакан чурисем валли мĕн хатĕрленине туллин пĕлмест, леш тĕнчери киленĕве туллин ăнланса илеймест. 18. Çÿлти Турра ĕненсе чăн тĕне çирĕп тытса пыраканпа намăса пĕлмесĕр çылăха кĕрекен çынсем тан-и? Çук, тан мар. 19. Çÿлти Турра ĕненсе чăн тĕне çирĕп тытса пыракансем ырă ĕçĕсемшĕн çăтмах пахчисенче киленсе пурăнĕç. 20. Намăса пĕлмесĕр çылăха кĕрекенсем тамăк вутĕнче çунса асапланĕç. Тамăкран тухма тăрсассăнах вĕсене каялла вутта перĕç те: “Эсир тамăкри асапа ĕненмен, тамăка лекессе шанман. Çавăнпа та çунса асапланăр!” – тейĕç. 21. Чăн калатăп: Эпир вĕсене тăмака кĕртсе тамăк вутĕнче асаплантарăпăр. Анчах та, тен, пурнăçри инкек-синкек, хуйхă-суйхă вĕсене шухăша ярĕ те, вĕсем суя тĕнрен пăрăнса чăн тĕне таврăнĕç, тÿрĕ çул çине тухĕç. 22. Çÿлти Турă Сăмахне илтсен те чăн тĕнрен пăрăнса утаканран, чăн тĕне сутса суя тĕн туянаканран чыссăрри кам пултăр? Чăн калатăп: усал туса çылăха кĕрекенсем хăйсем мĕн тивĕçнине тутанĕç, çунса асапланĕç. 23. Чăн калатăп: Эпир Моисее Израиль халăхне чăн тĕне вĕрентме, тÿрĕ çулпа уттарма кĕнеке патăмăр. Çак халăха Моисей кĕнекине çирĕп тытса пыма хушрăмăр. 24. Эпир çирĕплетнипе Израиль халăхне чăтăмлă, Çÿлти Турă пилленĕ тĕне çирĕп тытса пурăннă çынсем ертсе пынă, вĕсем ентешĕсене тÿрĕ çулпа утма чĕнсе каланă. 25. Анчах та Израиль халăхĕ чăн тĕнпе пурăнма чĕнсе калакансемпе час-часах тавлашнă, вĕсен сăмахне итлемен. Чăн калатăп: явап кунĕ çитсен Çÿлти Турă мĕн пур ыйтăва татса парĕ, тавлашма пĕр сăлтав та юлмĕ. 26. Чăн тĕне йышăнма килĕшмен çынсем ĕлĕк-авал пурăннă халăхсен шăпине пĕлмеççĕ-ши? Çав халăхсем тек çук ĕнтĕ. Вĕсем хыççăн юлнă çурт-йĕр ишĕлчĕкĕсем халь пурăнакансене Çÿлти Турра ĕненме, Вăл пилленĕ тĕнпе пурăнма хистемеççĕ-ши? Мĕншĕн мĕскĕн çын нимĕн те ăнланмасть? 27. Эпир хĕвелпе типсе çурăлнă çĕре çумăр шывĕпе шăварса чун кĕртнине, тĕрлĕ тырă-пулă çитĕнтернине курмасть-ши вăл? Çав ÿсен-тăранпа этем хăй те, выльăх-чĕрлĕх те, кайăк-кĕшĕк те тăранса пурăннине курмасть-и? Мĕншĕн мĕскĕн чун нимĕн те ăнланмасть? 28. Суя тĕнпе пурăнакансем: “Эсир пире улталамастăр пулсан, чăннине калатăр пулсан, çĕнтерÿ (чĕрĕлÿ) кунĕ хăçан çитнине пĕлтерĕр!” – теççĕ. 29. Çапла кала: “Çĕнтерÿ кунĕ çитсен суя тĕнпе пурăнакан çынна унăн суя тĕнĕ пĕр усă та кÿрес çук. Ним ырри те кĕтмест çак этеме, чăн тĕне таврăнма та кая юлĕ вăл”. 30. Пăрăнса ут вĕсенчен. Кĕт. Вĕсем те кĕтĕç.

36. “Йа. Син.” ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Йа. Син. 2. Этемлĕхе сĕм тĕттĕмрен çутта кăларакан, çут тĕнчери мĕн пур чуна чăнлăха вĕрентекен Коран ячĕпе тупа туса шантаратăп! 3. Мухаммад! Эсĕ чăннипех те çут тĕнчери халăхсене чăн тĕне вĕрентекенсенчен пĕри, эсĕ Турă хушнипе килнĕ çын, 4. Эсĕ т ÿрĕ çулпа утатăн. 5. Коран аячĕсем – чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан хăватлă Турă Сăмахĕ. Вăл сана Хăй Сăмахне 6. Тĕнчере пурăнакан халăхсене асăрхаттарма, чăн тĕне вĕрентсе калама пĕлтернĕ. Çак çынсен ашшĕсемпе мăн аслашшĕсене никам та асăрхаттарман, чăн тĕнпе пурăнма вĕрентсе каламан, çавăнпа та вĕсем чăнлăха пĕлмесĕр сĕм тĕттĕмре пурăннă. 7. Вĕсенчен нумайăшĕ хăй мĕн тивĕçнине курнă, çавăнпа та чăн тĕне йышăнса Турра ĕненес çук. 8. Эпир хушнипе вĕсене пуçĕсене каçăрттарнă та мăйĕсене мĕн янахĕсем таранах сăнчăрланă. Çавăнпа та вĕсем йĕри-тавра мĕн пулса иртнине пĕлмеççĕ. 9. Эпир хушнипе вĕсен умĕнче те чăрмав, вĕсен хыçĕнче те чăрмав. Вĕсене çиелтен те хупăрланă, çавăнпа та мĕскĕн чунсем нимĕн те курмаççĕ. 10. Эсĕ асăрхаттарса чăн тĕне вĕрентсе калани те вĕсемшĕн ним те мар. Вĕсем Çÿлти Турра ĕненсе чăн тĕне йышăнас çук. 11. Эсĕ Çÿлти Турă аса илтерсе пĕлтернĕ Сăмаха асра тытакан тата мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан Турра хăй куçĕпе курмасăрах ĕненекен, Ун умĕнче çылăха кĕме хăракан çынна чăн тĕне вĕрентсе калама пултаратăн. Çак этеме Çÿлти Турă ăна каçарни, ăна валли чаплăран та чаплă парне хатĕрлени çинчен каласа савăнтар. 12. Эпир вилнĕ çынна чун кĕртĕпĕр те ăна пурнăçне мĕнле пурăнса ирттернине, хăй хыççăн мĕн хăварнине çырса хурăпăр. Чăнлăха уçса паракан Кĕнекере Эпир нимĕн те сиктерсе хăварман, пĕтĕмпех шута илнĕ. 13. Вĕсене чăн тĕне вĕрентсе пĕр хула халăхĕпе мĕн пулса иртни çинчен каласа пар. Акă вĕсем патне Турă хушнипе чăн тĕне йышăнма чĕнсе калакан çыннисем килнĕ. 14. Эпир çак хулана чăн тĕне вĕрентсе, Турра ĕненме чĕнсе калама икĕ çынна янă, анчах та хула халăхĕ вĕсене йышăнман, вĕсен сăмахне ĕненмен. Çавăнпа та вĕсене пулăшас тесе Эпир хушнипе виççĕмĕш çын та çитсе тăнă. “Çÿлти Турă пире сире чăн тĕне таврăнма чĕнсе калама ячĕ!” – тенĕ вĕсем. 15. “Ан улталăр! Эсир пирĕн евĕр çынсемех. Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан Турă сире нимĕн те пĕлтермен. Эсир суятăр!” – тенĕ халăх. 16. “Пирĕн сăмахра пĕр тумлам суя çук. Çÿлти Туррă Хăй пире сирĕн пата янине пĕлет. 17. Пире сире тÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калама, сире тĕп-тĕрĕс хыпар пĕлтерме янă!” 18. “Эсир пирĕн пата килни ырра мар. Сирĕн сăмахăртан ним ыррине те кĕтес çук эпир. Чарăнăр пире пăтратма. Чарăнмасан, эпир сире чулпа персе амантăпăр та асаплантарăпăр!” – тенĕ хула халăхĕ. 19. “Эпир килнипе кăмăлсăр эсир. Эпир вĕрентсе çутта тухма чĕнсе каланине илтес мар тесе пире асаппа хăрататăр, эпир килни усала пĕлтерет тетĕр. Анчах та Турă Сăмахĕнчен пăрăнни, суя çулпа утни – усала. Эсир чăннипех те иртĕннĕ халăх!” – тенĕ Турă хушнипе килнĕ çыннсем. 20. Çав вăхăтра хула хĕрринчен пĕр арçын васкаса килнĕ те: “Халăхăм! Çак ырă çынсен сăмахне итлесем, Турă янă çынсенчен ан пăрăнсам! 21. Вĕсем чăн Турра ĕненсе т ÿрĕ çулпа утаççĕ, сире ырра вĕрентеççĕ, тĕрĕс пурăнма чĕнсе калаççĕ, анчах та çакăншăн укçа-тенкĕ те, ылтăн-кĕмĕл те, хаклă парне те ыйтмаççĕ. Çавăнпа та итле вĕсене, вĕсен уттипе ут! 22. Мана пултарса пурнăç парнеленĕ Турра мĕншĕн ĕненес мар манăн? Эсир те çут тĕнчерен уйрăлса кайсан Ун патне таврăнатăр, Ун умĕнче явап тытатăр. 23. Чăн Турра манса суя турăсене пуç çапмалла-и? Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан Турă мана усал тăвас тесен суя турăсен х ÿтти мана пĕр çăмăллăх та кÿреес çук, суя турăсем мана нимпе те пулашаяс çук. 24. Ун чухне эпĕ чăннипех улталанăп та çав тери йывăр лару-тăрăва лекĕп. 25. Çавăнпа та эпĕ çут тĕнчене пултарса унпа хуçа пулса тăракан, сире пурнăç парнелекен Чăн Турра ĕнентĕм. Эпĕ мĕн каланине тимлĕ итлĕр!” – тенĕ. 26. “Çăтмах алăкĕсем саншăн уçă! Çăтмаха кĕрсем!” – тесе пĕлтернĕ Çÿлти Турă çак арçынна. “Халăхăм Çÿлти Турă 27. Ман мĕн тери йывăр çылăха каçарнине, мана мĕншĕн хисепе тивĕç çынсен йышне кĕртнине пĕлнĕ пулсан-и!” – тенĕ хула хĕрринчен васкаса килнĕ арçын. 28. Эпир çак арçын çут тĕнчерен уйрăлса кайсан хула халăхне тĕп тăвас тесе тÿперен çар антарман, çапла тăвас те темен. 29. Тĕнчене кисретекен пĕр сасă янăранă та, вĕсем пурте çурта евĕр сÿннĕ. 30. Хăрушă инкеке лекнĕ çак чурасем! Çÿлти Турă вĕсене т ÿрĕ çул çине кăларма, чăн тĕне вĕрентме янă çынсене ним вырăнне те хуман вĕсем, ырра вĕрентекенсенчен кулнă кăна. 31. Мĕншĕн чăн тĕне таврăнма килĕшмен çынсем Эпир ĕлĕк-авал нумай халăха, нумай ăрăва тĕп тунине пĕлесшĕн мар? Мĕншĕн çав халăхсем, ăрусем тек нихăçан та таврăнмасса ăнланасшăн мар? 32. Çут тĕнчери пурнăç тем пек вăрăм пулсан та, вĕсем пурте Пирĕн пата таврăнĕç, Пирĕн ума пуçтарăнĕç. 33. Хĕвелпе типсе çурăлнă çĕр те Çÿлти Турă хăватне çирĕплетсе парать, этеме т ÿрĕ çул çине тухма хистет. Эпир çав çĕре çумăр шывĕпе шăваратпăр та çынсене тăранса пурăнмалăх тырă-пулă çитĕнтеретпĕр. 34. Эпир çумăр шывĕпе шăварса чун кĕртнĕ çĕр çинче финик пальмисемпе иçĕм çырлинчен тăракан пахчасем ÿстеретпĕр, çав пахчасенче çăл куçсем тапса тăмалла тăватпăр. 35. Çакна Эпир этем хăй аллипе пултарман çимĕçсемпе тăранса пурăнтăр тесе турăмăр. Çак ырлăхшăн Пире тав та тумĕç-ши? 36. Çĕр айĕнчен шăтса тухакан ÿсен-тăрансене, этем пĕлекен чĕрĕ чунсене тата этем пĕлмен чунсене мăшăрлăн пултарнă Турă таса та сăваплă. 37. Каç тĕттĕмĕ те этеме чăнлăха ĕненме хистекен пулăмсенчен пĕри. Эпир ăна кун çутинчен уйăратпăр та, таврăлăха каç тĕттĕме карса илет. 38. Хĕвел те аслă та пĕтĕмпех пĕлекен Çÿлти Турă хăвачĕпе тÿпере хăй çулĕпе шăвать. 39. Эпир уйăх çул-йĕрне те палăртнă. Вăл тÿпере хăй çулне çирĕп тытса пырать. Вăхăт иртнĕ çемĕн унăн сăнĕ улшăнса пырать: вăл типнĕ пальма турачĕ евĕр пулса тăрать те каялла тулать. 40. Çÿлти Турă пултарнипе хĕвел нихăçан та уйăха хăвала çитес çук, каç тĕттĕмĕ нихăçан та кун çутинчен иртес çук. Турă пурне те çул-йĕр панă, шăпа пилленĕ. 41. Эпир çынсен мăн аслашшĕсене лăк тулли кимĕ çине лартса путса вилме паманни, вĕсене упраса хăварни те çут тĕнчери мĕн пур чуна чăн тĕне ĕнентерет. 42. Çак кимме тĕпе хурса Эпир вĕсене тинĕсре ишме, тĕрлĕ йышши япаласене турттарма кимĕсем пултартăмăр. 43. Кимĕри çынсен пурнăçĕсене татас тенĕ пулсан, Эпир вĕсене шывра путарăттăмăр, вĕсем пулăшу та ыйтамĕччĕç, çăлăнса та юлаймĕччĕç. 44. Анчах та Эпир вĕсене хăрушă инкекрен çăлса хăварăмăр та çак тĕнчери пурнăç илемĕпе пĕр вăхăт хушши киленсе пурăнма май патăмăр. 45. Вĕсене: “Хăвăра малашлăхра мĕн кĕтнине курăр, хăвăр мĕн тÿссе ирттернине асра тытăр. Çакă сире йăнăш тăвасран упратăр, усал туса çылăха кĕресрен сыхлатăр!” – тесен те, вĕсем пĕр сăмах та чĕнмеççĕ, шыв сыпнăн тăраççĕ. 46. Вĕсен пурнăçĕнче чăн тĕне ĕнентерекен, чăнлăха ăнлантаракан пулăмсем çав тери нумай пулнă пулин те, вĕсем çакна курас темен, вĕсем Турă суя тĕнпе пурăнаканскерсене тÿрĕ çул çине кăларас тенине ăнланман, пăрăнса утнă. 47. Вĕсене: “Çÿлти Турă панă пурлăхпа хăвăр çеç усă курса пурăнни килĕшÿсĕр. Çавăнпа та чухăнсене, нуша куракансене, тăлăхсене пулăшăр”, – тени те кăлăхах. Турра ĕненмен мĕскĕн чунсем: “Çÿлти Турă çак чухăнсене Хăй те тăрантарма, вĕсене кирлĕ чухлĕ апат-çимĕç, укçа-тенкĕ пама пултарать. Çавăнма та мĕншĕн пирĕн чухăнсене пулăшмалла? Эсир йăнăшатăр, тĕрĕссине пĕлместĕр”, – теççĕ. 48. “Эсир пире явап кунĕ çинчен каласа патăр, вăл çитессине пĕлтертĕр. Анчах та эсир шантарни хăçан пурнăçланать?” – теççĕ вĕсем. 49. Мĕн кĕтмелли пур вĕсен? Пĕр сасă янăраса кайĕ те, вĕсене, пĕр-пĕринпе сÿпĕлтетсе тăраканскерсене, тĕп тăвĕ. 50. Явап кунĕ ăнсăртран çитнине пула вĕсем пурлăхĕсене сая ярас мар тесе халал хучĕсем те çырса хăвараймĕç, тăванĕсем патне те таврăнаймĕç. 51. Сасă янăраса кайĕ те, вĕсем вил тăпри айĕнчен тухса Çÿлти Турă патне васкаса утĕç. 52. “Çав тери хăрушă шăпа кĕтет пире! Эпир вил тăприйĕ айĕнче канлĕх тупнăччĕ. Кам пире ыйхăран вăратрĕ?” – тейĕç вĕсем. Акă вăл – çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан Турă шантарнă кун. Çÿлти Турă Сăмахĕпе килнĕ çынсем улталаман, чăннине каланă. 53. Сасă илтĕнĕ те, вĕсем пурте Пирĕн ума пуçтарăнĕç. 54. Паян никама та нимпе те кÿрентермĕç, пуринпе те тĕрĕс пулĕç. Паян кашни чун хăй мĕн тивĕçнине çеç курĕ, ытти чунсен çылăхĕсемшĕн явап тытмĕ. 55. Паян çăтмаха кĕме тивĕçнĕ чунсем киленÿ ытамне лекĕç. 56. Вĕсем çăтмахри йывăçсен сулхăнĕнче мăшăрĕсемпе çемçе вырăнсем çинче выртса киленĕç. 57. Çăтмах пахчинче вĕсем темĕн тĕрлĕ çимĕç çисе пурăнĕç, хăйсене мĕн кирлине йăлтах тупĕç. 58. Чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Çÿлти Турă ячĕпе вĕсене салам сăмахĕпе кĕтсе илĕç. 59. Тÿрĕ çул çине тăма килĕшмесĕр çылăха путнă чунсем! Таса чун-чĕреллĕ çынсенчен уйрăлса тăрăр! 60. Адам ывăлĕсем! Шуйттан сирĕншĕн чĕр тăшман пулнине пĕлтермен-и Эпĕ? Шуйттана ĕненсе ăна пуç çапса пурăнасран сыхланма хушман-и Эпĕ? 61. Пĕр Мана ĕненсе Мана пуç çапса пурăнма хушман-и Эпĕ? Чăн тĕнпе пурăнни – тÿрĕ çул. 62. Шуйттан сирĕн йăхри нумай çынна улталаса тÿрĕ çул çинчен пăрса янă. Анчах та мĕншĕн эсир çакна ăнланмастăр? 63. Акă сире шантарнă тамăк вучĕ. 64. Паян вутта кĕрĕр те Турра ĕненменшĕн, чăн тĕне таврăнманшăн çунса асапланăр. 65. Çак кун вĕсем пĕр сăмах та чĕнеймĕç. Вĕсен аллийĕсем Пирĕнпе калаçĕç, урийĕсем çак пурнăçа мĕнле пурăнса ирттернине, мĕн тунине, хăйсем хыççăн мĕн хăварнине çирĕплетсе парĕç. 66. Эпир вĕсене суккăр тăвăттăмăр та, вĕсем пурте тÿрĕ çул шыраса чупĕччĕç. Анчах та куçсăр çын мĕн курайтăр? 67. Эпир вĕсен сăн-питне, ÿчĕ-кĕлеткине çав самантрах палламалла мар хăрушă та илемсĕр тăвăттăмăр та, вĕсем малалла та, каялла та пĕр утăм та тăваймĕччĕç, пĕр вырăнтах тăрĕччĕç. 68. Эпир пултарнипе мĕн ватăличчен пурăнакан çын вăхăт иртнĕ çемĕн сăнпа улшăнать, яш ачаран ватă çын пулса тăрать, вăй питти пулнăскер вăйсăр тăрса юлать. Анчах та эсир çакна мĕншĕн ăнланмастăр? 69. Эпир Мухаммада сăвă-калав хайлама вĕрентмен. Сăвă-калав хайлас ĕç уншăн килĕшÿсĕр. Вăл пĕлтерекен йĕркесем – Çÿлти Турă Сăмахĕ, аса илтерни тата чăн тĕне уçса паракан, тÿрĕ çул кăтартакан Коран. 70. Вăл Сăваплă Коран аячĕсене пĕлтерсе чĕрĕ чĕреллĕ çынсене тÿрĕ çулпа утма чĕнсе калать, çылăха кĕресрен асăрхаттарать, суя тĕнпе пурăнакан тата Турра ĕненмен чунсене кĕтекен шăпа çинчен çирĕплетсе калать. 71. Çынсем Çÿлти Турă Хăй хăвачĕпе выльăх-чĕрлĕхе вĕсене тăранса пурăнма, тĕрлĕ ĕçре усă курма пултарнине те курмаççĕ-ши? 72. Эпир пултарнипе выльăх-чĕрлĕх этеме пăхăнать, ăна пысăк усă кÿрет. Пĕр выльăхне çын ут утланса çÿрет, теприн аш-какайне çиет, сĕтне ĕçет. 73. Выльăх этеме çав тери пысăк усă кÿрет, тăранса пурăнмалăх апат-çимĕçпе тивĕçтерет. Адам ывăлĕ Пире çакăншăн тав сăмахĕ каламĕ-ши? 74. Адам ывăлĕ чылай чухне Çÿлти Турра манса суя турăсене ĕненсе пуç çапать, вĕсенчен пулăшу кĕтет. 75. Анчах та суя турăсем этеме нихăçан та нимĕнпе те пулăшаяс çук. Çапах та çынсем вĕсене хÿтĕлесе аллисене хĕç-пăшал та тытма хатĕр. 76. Суя тĕнпе пурăнакан çын сăмахĕ сана ан кÿрентертĕр. Эпир вăл хăй чунĕнче мĕн упраса пурăннине те, ыттисене мĕн пĕлтернине те пĕтĕмпех куратпăр. 77. Этем Эпир ăна пĕр тумламран пултарнине пĕлмест-и? Пĕлет, анчах та пур-пĕрех никамран вăтанмасăр тавлашать, чăн тĕне таврăнма васкамасть. 78. Турра ĕненмен çын чăн тĕне хирĕçлесе тĕрлĕ юмах-халап калать, анчах та Çÿлти Турă ăна хăйне те пултарнине, пурнăç панине пачах та чухламасть. “Çĕрсе тăпра пулнă шăмăсене кам чун кĕртейĕ?” – тет вăл тĕлĕнсе. 79. “Этеме пултаракан, ăна пурнăç паракан Çÿлти Турă çĕрсе тăпра пулнă шăмăсене чун кĕртĕ. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри Хăй пултарнă чунсене пĕтĕмпех пĕлет”, – тесе кала. 80. Çÿлти Турă хăвачĕпе чĕрĕ йывăç типсе вутă пулать те, эсир ăна çунтарса хăвăра кирлĕ пек усă куратăр. 81. Тÿпепе çĕре пултаракан Турă вĕсенпе тан япаласене пултараймасть-и? Çÿлти Турă темĕн те тума пултарать. Вăл тĕнчене пултаракан, Вăл пĕтĕмпех пĕлет. 82. Кирек мĕн пултарас тенĕ чухне Çÿлти Турă: “Пул!” – тесе калать те, Вăл мĕн палăртни çав самантрах пулса тăрать. 83. Мĕн пур тĕнчепе, мĕн пур чунсемпе хуçа пулса тăракан Турă таса! Çак пурнăçран уйрăлса кайсан эсир пурте Ун патне таврăнатăр.

49. «Пÿлĕмсем» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Турра ĕненекенсем! Пĕр ĕçре те Турăран тата Унăн Сăмахне пĕлтерекен çынран ан иртĕр. Турă умĕнче çылăха кĕме хăрăр! Вăл эсир мĕн тунине пĕтĕмпех пĕлет, пĕтĕмпех илтет. 2. Турра ĕненекенсем! Пухусенче Турă Сăмахне пĕлтерекенрен ирттерсе кăшкăрса ан калаçăр! Унпа хăвăр хушăрта кăшкăрашса калаçнă евĕр ан калаçăр. Сăпайсăр пулни сире пĕр усă та к ÿмĕç. Мĕншĕн тесен хăвăр сисмесĕрех çукка тăрса юлатăр. 3. Турă Сăмахне пĕлтерекен ар çумĕнче çепĕç чĕлхеллĕ те лăпкă сасăпа калаçакан çынсен чĕрисене тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕрĕсленĕ. Çавăнпа та вĕсем Турă умĕнче çылăха кĕме хăраççĕ. Турă çак çынсен çылăхĕсене каçарать, леш тĕнчере вĕсене тивĕçле парне парĕ. 4. Мухаммад! Сана, п ÿлĕмре лараканскере, тултан кăшкăрса чĕнекенсенчен нумайăшĕ чăннипех те нимĕн те ăнланмасть. 5. Эсĕ п ÿлĕмрен хăв тухасса чăтăмлăн кĕтни вĕсемшĕн лайăхрах пулнă пулĕччĕ. Мĕншĕн тесен Турă пурнăçра т ÿрĕ çулпа утакан çынна хĕрхенет, каçарать. 6. Турра ĕненекенсем! Айăпсăр çынна сиен кÿресрен, унтан çакăншăн ÿкĕнесрен сыхланăр. Çавăнпа та çын мĕнле хыпарпа килнине ыйтса пĕлĕр, çак хыпар чăнлăхпа т ÿ р килнипе килменнине тĕрĕслеме ан ÿркенĕр. 7. Хăвăр йышра Турă Сăмахне пĕлтерекен çын пулнине нихăçан та ан манăр! Енчен те вăл сирĕн кашни сăмахăра итленĕ пулсан, эсир чăннипех инкеке лекнĕ пулăттăр. Анчах та Турă сире чăн тĕне чĕререн юратмалла тунă. Çавăнпа та Вăл пулăшнипе эсир ĕнен ÿсĕрлĕхпе тасамарлăха кураймастăр, Турă Сăмахне пĕлтерекен çынна пăхăнас мартан сыхланатăр. Пурнăçра т ÿрĕ çулпа утакан çынсем чăнах та сăпайлă. 8. Çакă пĕтĕмпех Турă пилĕпе, Вăл хушнипе пулса иртет. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри çут тĕнчере мĕн пулса иртнине, кашни чун епле пурăннине курса-пĕлсе тăрать. 9. Турра ĕненекенсен икĕ ушкăнĕ пĕр-пĕринпе хирĕçсе кайсан, вĕсене пĕр сăмах тупма пулăшăр. Енчен те пĕр ушкăнĕ теприне хĕсĕрлесе хĕн-хур айне тунă пулсан, усал тăвакансене хирĕç тăрăр, Турă Сăмахне йышăнма, Турă хушнă пек пурăнма хистесе калăр. Усал туса çылăха кĕрекенсем хăйсен йăнăшĕсене ăнланса Турă Сăмахне туллин йышăнсан хирĕçнĕ ушкăнсене пĕр сăмах тупма пулăшăр, вĕсен хушшинчи мĕн пур ыйтăва тĕрĕс татса парăр. Турă чăн тĕнпе пурăнакансене чăнах та юратать, вĕсене яланах пулăшса пырать. 10. Турра ĕненекенсем пурте пĕр тăван. Апла пулсан, пĕр тăвансем хушшинче килĕш ÿпе ăнлану, пĕр-пĕрне хисеплени пултăр. Пĕр тăвансем хушшинче туслăх сарăр, Турă умĕнче çылăха кĕресрен хăраса тăрăр. Вара, тен, Вăл сире хĕрхенĕ те çылăхăрсене каçарса тав тăвĕ. 11. Турра ĕненекенсем! Пĕр çын тепринчен нихăçан та ан култăр! Тен, эсир мăшкăласа кулакан çын хăвăртан лайăхрах та чыслăрах. Хĕрарăм та тепĕр хĕрарăмран нихăçан та ан култăр! Тен, вăл мăшкăласа кулакан çын унран хăйĕнчен лайăхрах та чыслăрах. Пĕр-пĕрин çинчен сăмах ан сарăр! Пĕр-пĕрне усал тата кăмăл-туйăма пăсакан сăмахсем ан калăр! Пĕр-пĕринчен кулас тесе к ÿрентерекен ятсем ан парăр! Турра ĕненекен çынна таса мар ятпа чĕнни çав тери киревсĕр ĕç. Турра ĕненекенсем мар, суя тĕнпе пурăнса суя тĕншĕн çунакансем таса мар çынсем. 12. Турра ĕненекенсем! Пĕр-пĕринче çитменлĕх ан шырăр! Пĕр-пĕрне усал ĕç тунă тесе айăплас тесе ан çунăр! Пĕр-пĕрне шанмасăр ан тăрăр! Тĕрĕссине пĕлмесĕр пĕр-пĕрне усал ĕç тунă тесе айăплани – çылăх, тасамарлăх. Çын мĕн ĕçлесе пурăннине сăнаса, мĕн каланине вăрттăн итлесе ан çÿрĕр, çумра çук çын çинчен усал сăмах сарма ан хăйăр. Сирĕнтен хăшĕ те пулин вилнĕ тăванĕ çинчен сăмах сарса çÿрес тейĕччĕ-ши? Çук, паллах! Ку çав тери киревсĕр те намăс ĕç. Çавăнпа та Турă Сăмахĕнчен иртсе Турă умĕнче çылăха кĕме хăраса тăрăр! Вăл чăнах та тÿрĕ çулпа утакана хĕрхенсе каçарать. 13. Адам ывăлĕсем! Этемлĕхе Эпир арçынсемпе хĕрарăмсенчен йĕркелерĕмĕр. Эсир пурте пĕр-пĕр халăх, пĕр-пĕр йăх çынни. Çавăнпа та пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытăр, пĕр-пĕринчен вĕренсе ăс пухăр, эс ман пек мар тесе пĕр-пĕринчен ан ютшăнăр. Турă эсир хăш халăх, хăш йăх çынни пулнине пăхмасть. Уншăн этем чăн тĕнпе пурăнни, хăйне Турă умĕнче çылăха кĕресрен упрани паха. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри чăннипех те эсир мĕн ĕçлесе пурăннине, мĕн каланине, мĕн шутланине пĕтĕмпех курса-пĕлсе тăрать. 14. «Эпир Çÿлти Турă пĕртен-пĕр Турă, Мухаммад Унăн Сăмахне пĕлтерекен, чăн тĕне таврăнма чĕнсе калакан çын пулнине ĕнентĕмĕр», – теççĕ пуш хирте пурăнакансем. «Çук! Эсир Турра ĕненеймен-ха. Çавăнпа та эпир Турра ĕнентĕмĕр тесе мар, эпир ислам тĕнне йышăнтăмăр тесе калăр. Пуш хирте пурăнакансем ! Сирĕн чĕрĕрсенче ĕненÿ çук-ха. Анчах та эсир Турра тата Унăн Сăмахне пĕлтерекен çынна пăхăнатăр пулсан, Турă сирĕн ĕçĕрсен виçине пĕрре те чакармĕ. Мĕншĕн тесен Вăл т ÿрĕ çулпа утакансене хĕрхенсе каçарать», – тесе пĕлтер вĕсене. 15. Турра ĕненекенсем Çÿлти Турра, Мухаммад Унăн Сăмахне пĕлтерекен çын пулнине пĕр иккĕлен ÿсĕр ĕненеççĕ, ислам тĕнне сарас тесе чунĕсене те, пурлăхне те хĕрхенмеççĕ. Вĕсем чăнах та т ÿрĕ çулпа утаççĕ. 16. «Эсир Турра хăвăр пĕр Ăна кăна ĕненни çинчен пĕлтерес тетĕр-и? Анчах та Турă т ÿпере тата çĕр çинче мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех пĕлсе тăрать! Унран никам та пытанаймĕ, пĕр чун та хăйĕн шухăш-ĕмĕтне те, пĕр ĕçне те пытараймĕ», – тесе пĕлтер вĕсене. 17. Пуш хирте пурăнакансем ислам тĕнне йышăнса сана ырă турăмăр теççĕ. Анчах та ку йăнăш шухăш! “Ислам тĕнне йышăнса т ÿрĕ çул çине тухнăшăн мана ан ÿпкелĕр. Эсир чăнах та ислам тĕнне йышăнтăр пулсан, çакна пĕлĕр: ку тĕне йышăннипе мана пĕр усă та к ÿмен эсир, сирĕн умăрта манăн пĕр парăм та çук. Анчах та Турă сире чăн тĕне йышăнмалла туса, тĕрĕс çул çине тăратса калама çук пысăк ырлăх кÿнĕ. Эсир Ун умĕнче парăмра!” – тесе пĕлтер вĕсене. 18. Турăран нимĕн те пытарма ан хăтланăр. Вăл т ÿпери тата çĕр çинчи мĕнпур вăрттăнлăха пĕлет, эсир мĕн ĕçлесе пурăннине пĕтĕмпех курать.

57.«Тимĕр» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Т ÿпери тата çĕр çинчи мĕн пур чун, т ÿпери тата çĕр çинчи мĕн пур япала Çÿлти Турă ятне мухтать. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри хăватлă, аслă, ăслă-тăнлă. 2. Вăл кăна тÿпепе тата çĕрпе, т ÿпери тата çĕр çинчи мĕн пур чунпа, мĕн пур япалапа пĕртен-пĕр хуçа пулса тăрать. Вăл пурнăç парнелет, Вăл хушнипе вилĕм килет. Вăл пуринпе те пĕртен-пĕр хуçа. 3. Çут тĕнче пулман, анчах та Çÿлти Турă яланах пулнă. Çут тĕнче пĕтĕ, анчах та Çÿлти Турă яланах пулĕ. Çÿлти Турăпа никам та хуçа мар, анчах та Вăл пуринпе те хуçа. Çÿлти Турă пултарнă чунсем хăйсен шухăшĕсене, ĕмĕчĕсене, ĕçĕсене, çылăхĕсене тем пек пытарас тесен те, Çÿлти Турă пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех пĕлет, Уншăн вăрттăнлăх çук. 4. Çÿлти Турă т ÿпепе çĕре ултă кун хушшинче пултарнă та, Хăй пултарнă тĕнчесемпе, Хăй пултарнă чунсемпе пĕртен-пĕр хуçа пулса тăнă. Турă çĕр айне мĕн кĕнине те, çĕр айĕнчен мĕн шăтса тухнине те, т ÿперен мĕн аннине те, т ÿпене мĕн хăпарнине те пĕлет. Çакна пĕлĕр: эсир кирек ăçта кайсан та, кирек ăçта пулсан та, Турă сирен çумра. Вăл эсир мĕн тунине курать, пĕлет. 5. Çÿлти Турă тÿпепе те, çĕрпе те пĕртен-пĕр хуçа. Вăл çут тĕнчере пулса иртекен мĕн пур ĕçе курать, çут тĕнче Унăн хăвачĕпе тытăнса тăрать. 6. Вăл каç вăрăмăшне касса кун тăршшĕне ÿстерет, кун тăршшĕне катса каç вăрăмăшне ÿстерет. Вăл пултарнипе кунпа çĕр ылмашăнса тăраççĕ. Çÿлти Турă сирĕн чĕр ÿсенче мĕн упраннине пĕлет. 7. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине тата Çÿлти Турă ячĕпе килнĕ, Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен, чăн тĕне таврăнма чĕнсе калакан çынна ĕненĕр! Турă пилленипе сире вăхăтлăха тивĕçнĕ пурлăха ырă ĕçсем туса тăкаклăр, хăвăра мăнна хурса ан пурăнăр. Çÿлти Турра ĕненекен, Вăл панă пурлăхпа тĕрĕс усă курса пурăнакан чуна пысăк парне кĕтет. 8. Мĕншĕн эсир тĕнчесен пĕртен-пĕр Турине ĕненместĕр? Унăн ячĕпе килнĕ çын сире Çÿлти Турра ĕненсе т ÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калать. Чăн калатăп: Çÿлти Турă сире Вăл Хăй пĕртен-пĕр Турă пулнипе пĕлтернĕ, эсир чăн тĕнпе пурăнма шантарса каланине йышăннă. Вăл пилленĕ тĕнпе пурăнма тăрăшăр! 9. Вăл Хăй чурине сире çутта кăларса тÿрĕ çул çине тăратма пулăшса пырать, Хăй Сăмахне пĕлтерет. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри сире ăнланать, сире хĕрхенет, Хăй ырăлăхне парать, т ÿрĕ çул кăтартать. 10. Мĕншен эсир Турă панă пурлăха Çÿлти Турă ячĕпе тăкакламастăр? Мĕншĕн нуша куракансене, чухăнсене тата чăн тĕне халăхра сарас тесе тăрăшакансене пулăшмастăр? Ан манăр: тĕнчесен пĕрте-пĕр Турри т ÿпепе те çĕрпе яланах хуçа пулĕ, çут тĕнчери мĕн пур ырлăх яланах Унăн аллинче пулĕ. Мекка хулине чăн тĕнпе пурăнакансене тавăрса парас тесе пурлăхĕпе пурнăçне шеллемен çынпа çак сăваплă ĕçшĕн тăрăшман е тăрăшайман çын тан мар. Хула чăн тĕнпĕ пурăнакансен аллине куçнă хыççăн Çÿлти Турă ячĕпе пурлăхне тăкакланă, чăн тĕне сарас тесе пурнăçне шеллемен çынсем хисеплĕ, мухтава тивĕç. Анчах Мекка хулине тăшман аллинчен иличчен пурлăхĕпе пурнăçне шеллемен çынсен шайĕ пысăк. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри Хăй Сăмахне тытать, çавăнпа та вĕсене пурне те ырлăх кĕтет. Пĕлсе тăрăр: Çÿлти Турă эсир мĕн тунине курать, эсир мĕн тунине пĕлет. 11. Турă ячĕпе пурлăхне чăн тĕне сарас ĕçе яма, нуша куракансене пулăшма хĕрхенмен çынна Çÿлти Турă тăкакланă пурлăхне иккĕ ÿстерсе тавăрса парĕ. Леш тĕнчере те çак чуна ырлăх, телей кĕтет. 12. Явап кунĕ çитсен эсĕ чăн тĕнпе пурăнса Çÿлти Турă умĕнче çылăха кĕме хăранă арçынсемпе хĕрарăмсене курăн. Вĕсенчен тухакан çутă умĕнче çула тата вĕсен сылтăм енне çутатса тăрĕ. „Ырă хыпар кĕтет сирĕ паян! Çав тери ырă хыпар! Таса çăл куçсемпе пуян çăтмах пахчисене кĕтеççĕ сире! Çак пахчасене кĕрĕр те, ĕмĕр-ĕмĕрĕпех киленсе пурăнăр! Чăн калатăп: ку çав тери пысăк телей!“- тейĕç вĕсене. 13. Çав кун Çÿлти Турра тата Турра ĕненекенсене улталама шутланă икĕ питлĕ арçынсемпе хĕрарăмсем чăн тĕнпе пурăннă çынсенчен: „Ан васкăр! Çутăн пĕр пайне илме ирĕк парăр пире“,- тесе ыйтĕç. „Кайăр кунтан! Хăвăр ăçтан килнĕ, çавăнта çутă шырăр!“- тесе хуравлĕç вĕсене. Унтан çак икĕ ушкăна пысăк чаршав уйăрĕ, вĕсем хушшинче алăк пулĕ. Çÿлти Турă хушнипе чаршав Турра ĕненекенсене икĕ питлĕ çынсенчен уйăрĕ. Чаршав пĕр енче Турă каçарăвĕ тата Вăл кÿнĕ ырлăх, чаршав тепĕр енче Турă хушнипе килнĕ асап пулĕ. 14. Турра тата Турра ĕненекенсене улталама ĕмĕтленнĕ икĕ питлĕ çынсем: „Эпир пурте пĕрле пулман-и? Мĕншĕн пире икĕ ушкăна уйăрчĕç?“- тесе ыйтĕç. „Эпир пурте терлĕ пулнă. Анчах та эсир хăвăр тÿрĕ çул çинчен пăрăннă. Эсир пире пулăшма васкаман, тăшманран хăраса пурăннă, Турă Сăмахне ĕненмен, Турă пĕлтернине шанман. Эсир хăвăр мĕн тăвас килнине çеç тунă, никама та, ниме те пăхăнман. Акă Çÿлти Турă шантарни пурнăçланчĕ. Эсир ултавçă шуйттан сăмахĕсене итленĕ, çав суя сăмах сире тÿрĕ çул çинчен пăрса янă. 15. Паян темĕн пек ÿкĕнсен те сире никам та каçарас çук. Эсир тамăк вутĕнчен çăлăнас çук, Турра ĕненмен чунсем те çăлăнаймĕç. Эсир пурте вутта кĕме тивĕç, эсир пурте вутра çунма тивĕç. Анчах та тамăк вучĕ çав тери хăрушă вырăн“,- тейĕç вĕсене. 16. Турра ĕненекенсем! Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррин ятне асăннине илтсен, Турă Сăмахне вуланине илтсен чĕрÿсене çемçетме , чĕрÿсене Турра пăхăнтарма вăхăт çитмерĕ-и? Сирĕн чĕрÿсем Кĕнеке халăхĕсенчи çынсен чĕрийĕсем евĕр ан пулччăр. Вăхăт иртнĕ çемĕн вĕсен чĕрийĕсем хытнă та Кĕнеке халăхĕнсенчи çынсем чылайăше тÿрĕ çул çинчен пăрăнса çылăха кĕнĕ. 17. Çакна пĕлĕр: типсе çурăлнă çĕре Çÿлти Турă чун кĕртет. Эпир унччен те сире тÿрĕ çул çине тăма чĕнсе каланă, тĕрлĕ пулăм кăтартса чăн тĕне таврăнма хистенĕ. Тен, эсир çакна ăнлантăр та тĕрĕс çул çине тăратăр. 18. Чăн калатăп: нуша куракансемпе чухăнсене пулăшакан арçынсемпе хĕрарăмсем телейлĕ. Чăн калатăп: пурлăхне Çÿлти Турă ячĕпе тăкаклакан, пурлăхне чăн тĕне çĕклес ĕçе яракан çын телейлĕ. Çÿлти Турă вĕсем тăкакланă пурлăха икĕ хут ÿстерсе тавăрса парĕ. Çавăн пекех Турă пилленипе çак таса чун-чĕреллĕ çынсене леш тĕнчере çав тери хаклă парне кĕтет. 19. Çÿ т тĕнчене пултарнă Çÿлти Турра ĕненекен, Адам ывăлне-хĕрне Турă Сăмахне пĕлтерекен арсене йышăнакан, яланах чăннине çеç калакан, Турă умĕнче хăй чăн тĕнпе пурăннине çирĕплетекен чун телейлĕ. Мĕншĕн тесен Çÿлти Турă пилленипе çак таса чун-чĕреллĕ çынна çав тери хаклă парне кĕтет. Явап тытмалли кун çитсен те вăл Çÿлти Турă ырăлăхне тивĕçнисен йышĕнче пулĕ. Çут тĕнчене пултарнă Турра ĕненмен, Унăн Сăмахне йышăнман, суя тĕнпе пурăннă чунсем такмăкра çунĕç. 20. Çĕр çинчи пурнăç-вăйă-кулă. Çĕр çинчи пурнăç-алхасни кăна. Çĕр çинчи пурнăç- куçа илĕртекен, анчах та ниме тăман уссăр япала кăна. Çĕр çинчи пурнăç- пĕр-пĕринпе ăмăртни, ырă ят шырани, пĕр-пĕринпе харкашни кăна. Çĕр çинчи пурнăç- пуянлăхшăн çунни, нумай ачаллă пулма тăрăшни кăна. Çĕр çинчи пурнăç- çĕр ĕçченне савăнтаракан çумăр евĕр. Мĕншĕн тесен çумăр çуса иртсен тырă-пулă лайăх çитĕнет, мĕн пур ÿсĕн-тăран аталанать. Анчах та вăхăт иртнĕ çемĕн курăк, ÿсен-тăран ешĕл тĕсне çухатать, саралать, типсе пырать. Çÿлти Турра ĕненмен, суя тĕнпе пурăннă çынна леш тĕнчере хăрушă асап кĕтет. Çÿлти Турра ĕненсе чăн тĕнпе пурăннă çынсем телейлĕ. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă вĕсен çылăхĕсене каçарĕ. Чăн калатăп: çĕр çинчи пурнăç Адам ывăлне-хĕрне улталать, вăхăтлăх панă ырлăхпа киленсе пурăнма илĕртет. 21. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă каçарăвне тивĕçме ĕмĕтленĕр, таса пурнăçпа пурăнма тăрăшăр, çак сăваплă ĕçре пĕр-пĕринпе ăмăртăр. Т ÿпепе çĕр евĕр анлă çăтмах пахчине кĕме ĕмĕтленĕр, çăтмах пахчине сукмак хывăр. Çăтмах пахчи Çÿлти Турра ĕненсе чăн тĕнпе пурăннă, Турă хушнипе халăха Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтернĕ, тÿрĕ çул çине тăма чĕнсе каланă çынсене кĕтет. Чăн калатăп: çăтмах пахчи тата çăтмахри киленÿ- Çÿлти Турă ырăлăхĕ. Çак ырăлăха Турă Хăй кама парас тет, çавна парать. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Туррăн ырăлăхĕ чикĕсĕр. 22. Çÿлти Турă ирĕк памасăр, Çÿлти Турă çырмасăр пĕр инкек те, пĕр йывăрлăх та килмест. Çÿлти Турă ирĕкĕсĕр çут тĕнчере нимĕн те пулса иртмест. Çут тĕнче шăпи, сирĕн шăпа Турă аллинче. Чăн калатăп: çут тĕнчене тытса тăрасси Турăшăн пĕрре те йывăр мар. 23. Сирĕнпе мĕн пулса иртесси паллă, çырни пурнăçланатех. Çавăнпа та эсир çынсем курнине курманшăн ан кулянăр, хăвăр мĕн курнишĕн ан савăнăр. Чăн калатăп: çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă хăйне мăнна хурса çÿрекен çынна юратмасть. 24. Чăн калатăп: пурлăхшăн çунакан, çынна пулăшма шутламан, пурлăхне хĕрхенекен, ыттисене те чун чĕреллĕ пулма, пурлăхшăн çунма чĕнсе калакан этеме Çÿлти Турă юратмасть. Т ÿрĕ çул çинчен пăрăнса ултав çулĕпе утакан çын телейсĕр. Чăн тĕнрен пăрăннă чун Турра мар, хăйне хăй сиен к ÿрет, хăйне хăй çукка хăварать. Чăн калатăп: Çÿлти Турă аслă, мухтавлă, мĕн пур тĕнче Унăн хăвачĕпе тытăнса тăрать. 25. Эпир Адам ывăлне-хĕрне яланах тÿрĕ çул кăтартса пынă. Çÿлти Турă хушнипе вĕсем патне сумлă арсем килнĕ, Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтернĕ, чăн тĕнпе пурăнма чĕнсе каланă, Турă Сăмахĕ чăнлăх пулнине çирĕплетсе панă. Адам ывăлне-хĕрне т ÿрĕ çулпа, пĕр-пĕринпе ырă кăмăллă пулма хушса Çÿлти Турă Хăй Сăмахне пĕлтернĕ, этем ĕçне-хĕлне, шухăш-ĕмĕтне хак пама вĕрентнĕ. Çÿлти Турă хăвачĕпе этем тимĕрпе усă курма вĕреннĕ. Вăл унран тĕрлĕ хĕç-пăшал ăсталаса çапăçу хирне тухнă, çавăн пекех кулленхи ĕç-пуçра та тимĕрпе нумай усă курнă. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă Адам ывăлне-хĕрне Хăй ырăлăхне кăтартса тÿрĕ çулпа утакансене палăртнă, Турра тата Турă Сăмахне пĕлтерекенсене вăрттăн пулăшса пыракансене курнă. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри аслă, хăватлă, мухтавлă. Унпа танни никам та çук. 26. Эпир хушнипе, Эпир пилленипе ĕлĕк-авал Ной тата Авраам çынсене Çÿлти Турра ĕненме, чăн тĕне таврăнма, т ÿрĕ çулпа утма чĕнсе каланă. Вĕсен йăхне тăсакан ывăлĕсене те Эпир халăха чăн тĕне таврăнма чĕнсе калама суйланă, вĕсене Хамăр Сăмаха пĕлтернĕ. Авраам йăхне тăсакансем хушшинче тĕпчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе т ÿрĕ çулпа утакансем те пулнă. Анчах та нумайăшĕ усал туса çылăха кĕнĕ, чыссăр пурнăçпа пурăннă. 27. Вăхăт иртнĕ те Адам ывăлне-хĕрне чăн тĕнпе пурăнма чĕнсе калакан урăх çынсем килнĕ. Эпир пилленипе Мария ывăлĕ Иисус Израиль халăхне тĕпчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненме, чăн тĕне таврăнма чĕнсе каланă, таса чун-чĕреллĕ пулма вĕрентнĕ. Эпир Иисус христоса Хамăр Сăмаха пĕлтернĕ, Евангели кĕнекине панă. Анчах та халăх Иисус вĕрентсе каланине упрама пĕлмен, тĕне тĕрлĕ çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Мăнастирсем никĕслес, мăнастирте пурăнас йăлана та вĕсем хăйсем шутласа кăларнă. Çÿлти Турă хушни мар ку. Çÿлти Турă вĕсене чăн тĕнпе пурăнма, чăн тĕне çирĕп тытса пыма, Турă патне сукмак хывма хушнă пулнă. Анчах та çынсем çакна тивĕçлипе пурнăçлайман. Турра ĕненсе Унăн Сăмахне йышăннă чунсене Эпир хаклă парне парса чысланă. Анчах та нумайăшĕ чыссăр пурнăçпа пурăнать, усал туса çылăха кĕрет. 28. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Турă умĕнче усал туса çылăха кĕме хăраса тăрăр, сире Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекене шанăр, ăна йышăнăр. Т ÿрĕ çулпа утакана çут тĕнчене пултарнă Турă çак пурнăçра та, леш тĕнчере те Хăй ырăлăхне парĕ, телейлĕ тăвĕ. Çÿлти Турă чăн тĕнпе пурăнакан çын çулне çутатса пырĕ, унăн йăнăшĕсемпе çылăхĕсене каçарĕ. Чăн калатăп: тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри ырă кăмăллă, Вăл чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçарать. 29. Турă панă кĕнекесене сума суса пурăнакансем Çÿлти Турă паракан ырлăхпа, Çÿлти Турă ырăлăхĕпе хуçа мар. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă çут тĕнчери мĕн пур чунпа, мĕн пур япалапа пĕртен-пĕр хуçа. Вăл Хăй ырăлăхне кама парас тет, çавна парать. Чăн калатăп: Турă ырăлăхĕ çав тери аслă, чикĕсĕр.

62. «Эрнекунхи кĕлĕ» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Т ÿпери тата çĕр çинчи мĕн пур чун тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине мухтать. Турă чăннипех те сăваплă, аслă, мухтавлă. Ăна çитекен никам та çук. Вăл пуриншĕн те пĕртен-пĕр хуçа пулса тăрать. 2. Ĕнен ÿсĕр те сĕм тĕттĕмре пурăнакан халăха Вăл чăн тĕн çутине кăларма вĕсен ентешне янă. Турă хушнипе килнĕ çын вĕсене Çÿлти Турă уçса панă Сăмаха пĕлтерет, суя тĕн тасамарлăхĕнчен тасатать, Турă Кĕнекине вĕрентсе пĕлÿ парать. Çак саманта çитиччен ку халăх чăнлăха пĕлмен, суя турăсене ĕненсе ултав çулĕпе утнă пулнă. 3. Турă хушнипе килнĕ çын çавăн пекех чăн тĕне йышăнма ĕлкĕреймен ентешĕсене те пăрахмасть, вĕсене те вĕрентет. Килес ăрусем те Турă хушнипе килнĕ çын вĕрентĕвĕнчен пĕлÿ пухса пурăнĕç, унпа усă курса тĕрĕс çул çине тăрĕç. Турă чăннипех те тем тума та пултарать, никам та Ăна хирĕç тăраяс çук. Вăл аслă та мухтавлă. 4. Турă çут тĕнчери халăхсене т ÿрĕ çул кăтартни, вĕсем патне тĕрĕс пурăнма чĕнсе калакан çынна яни чăннипех те Çÿлти Турă панă ырăлăх. Çак ырлăха Вăл кама парас тет, çавна парать. Турă ырăлăхĕ калама çук аслă. 5. Çÿлти Турă Израиль халăхне Хăй Сăмахне плтерсе Торă кĕнекине панă пулнă. Вăл халăха çак кĕнекере мĕн çырнине тĕпе хурса пăрăнма хушнă пулнă. Анчах та çынсем Турă çак Кĕнеке урлă мĕн хушнине пурнăçламан, хăйсем мĕнле пурăнас тенĕ, çапла пурăннă. Çав халăх чăнах та хăй çине нумай-нумай кĕнеке тиенĕ ашак евĕр пулнă – кĕнекесен йывăрăшĕ пур та, анчах та вĕсенчен усси çук, вĕсене вулакан çук. Турă Сăмахне йышăнман çын чыссăр та вараланчăк. Çавăнпа та вăл нихăçан та т ÿрĕ çул çине тухас çук. Мĕншĕн тесен Турă чыссăр çына нихăçан та тĕрĕс çул çине тăратмĕ. 6. Çапла кала: «Иудейсем! Эсир хăвăра тĕрĕс тĕнпе пурăнатпăр тетĕр. Эсир каланă тăрăх, Турăшăн сирĕнтен çывăх халăх пулман та, çук та, пулмĕ те. Апла пулсан Турăран вилĕм ыйтса кĕлĕ тăвăр. Сирĕн сăмахăр чăнлăхпа т ÿ р килет пулсан, сирĕн ним хăрамалли те çук! Мĕншĕн тесен эсир пур-пĕрех çăтмаха лекетĕр!» 7. Анчах та иудейсем нихăçан та вилĕм ыйтса кĕлĕ тăвас çук. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен çылăхĕсене, унччен тунă усал ĕçĕсене питĕ лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа та вĕсем Турă умĕнче явап тыттарасран хăраççĕ. Анчах та Турă усал туса çылăха кĕнĕ çынсен ĕçĕсене пĕтĕмпех курать, пĕтĕмпех пĕлет. 8. «Вилĕмрен тем пек тарас тесен те тараймăр. Çĕр çинчи пурнăç тем пек вăрăм пулсан та вăрттăннине те, уçăмлине те пĕлекен Турă патне таврăнатăр. Вăл сире эсир мĕн туса пурăннине, ĕçĕрсемпе мĕн тивĕçнине пĕлтерĕ!» – тесе кала. 9. Турра ĕненекенсем! Чăн тĕнпе пурăнакансем! Эрне кун халăхпа пĕрле вулакан кĕлĕ вăхăчĕ çитни çинчен пĕлтернине илтсен суту-илÿ ĕçне пăрахса кĕлĕ вулăр, Турă ятне мухтаса асăнăр. Çапла туни сирĕншĕн çав тери лайăх пулнине пĕлсе тăрăр. 10. Эрнекунхи кĕлĕ вĕçленсен саланăр, Турă пилĕпе пурăнăр та ырă ĕçсем туса Турă сăвапне шырăр. Çавăн пекех Турă ятне мухтаса асăнăр. Тен, телейлĕ пулатăр. 11. Анчах та çынсем суту-илÿ туса укçа ĕçлесе илме е выляса-кулса киленме май килсен Турă хушнине самантрах манаççĕ те хăйсене илĕртекен ĕçе пурнăçлама васкаççĕ. Эсĕ вара пĕр-пĕчченех тăрса юлатăн. Çапла пĕлтер вĕсене: «Адам ывăлĕсем! Турă сире вăйă-кулăпа суту-илÿрен те хаклăрах парне парĕ. Турă панă ырлăх пуринчен паха! Пĕр Турра кăна ĕненĕр, пĕр Ăна кăна пăхăнса пурăнăр!»

69. „Чăнлăх“ ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан пĕртен-пĕр Турă ячĕпе! 1. Чăнлăх! Çÿлти Турă çирĕплетнĕ чăнлăх- явап тытмалли кун, чĕрĕлÿ кунĕ! 2. Мĕн вăл явап тытмалли кун? Мĕн вăл чĕрĕлÿ кунĕ? Мĕн вăл Çÿлти Турă çирĕплетнĕ чăнлăх? 3. Çак кун çинчен сана кам пĕлтерĕ? Çÿлти Турă çирĕплетнĕ чăнлăх мĕнре пулнине кам каласа парĕ? 4. Самуд халăхĕ те, адит халăхĕ те явап тытмалли кун çитессе ĕненмен, Çÿлти Турă Сăмахне йышăнман, чăн тĕнпе пурăнман. 5. Çавăнпа та Çÿлти Турă хушнипе çĕр чĕтреннĕ те самуд халăхне тĕп тунă, 6. Адит халăхне хăрушă сасă кăларакан çав тери вăйлă çил пĕтернĕ. 7. Çÿлти Турă хушнипе çак çил çичĕ каç та сакăр кун хушши пĕр чарăнмасăр чыссăр халăха тулланă, асаплантарнă. Çÿлти Турă янă асапа чăтайман мĕскĕн халăх. Хăвăл пальма вулли евĕрех ÿксе пĕтнĕ вăл. 8. Хăшĕ те пулин чĕрĕ юлнă-и вĕсенчен? Хăшĕ те пулин çăлăнса юлнă-и? Çук! 9. Фараон та Çÿлти Турă Сăмахĕнчен иртсе усал туса çылăха кĕнĕ. Ун умĕн пурăннă çынсем те Çÿлти Турă Сăмахĕнчен иртсе усал туса çылăха кĕнĕ. Содомпа Гоморра хулисенче пурăннă халăх та Çÿлти Турă Сăмахĕнчен иртсе, усал туса çылăха кĕнĕ. 10. Вĕсем пурте тÿрĕ çул çинчен пăрăннă пулнă. Вĕсем Çÿлти Турă Сăмахĕпе килнĕ арсене итлемен, чăн тĕне таврăнман. Çавăнпа та Турă вĕсене хĕрхенмен, каçарман, вĕсем çине асап янă. 11. Чăн калатăп: Эпир хушнипе çут тĕнчене шыв илме тытăнсан Эпир сире кимĕре çăлса хăвартăмăр, пĕтме памарăмăр. 12. Çак асамлă пулăм, Çÿлти Турă ырăлăхĕ сире тÿрĕ çул çине тăма хистетĕр, Пирĕн Сăмаха йышăнма пулăштăр. 13. Явап кунĕ çитнине пĕлтерсе тĕнчипе сасă янăраса кайсан, 14. Çĕрпе сăртсем-тусем пĕр самантрах тĕпĕ-йĕрĕпе аркансан, вĕсен палли те юлмасан, 15. Чĕрĕлÿ кунĕ çитĕ. Ун чухне мĕн пулса иртмелли пĕтĕмпех пулса иртĕ, Çÿлти Турă шантарни пурнăçланĕ. 16. Çав кун тÿпе мăнаçлăхне, çирĕплĕхне çухатĕ те йăлт çурăлса пĕтĕ. 17. Тÿпе йĕри-тавра пирĕштисем вĕçĕç, вĕсем çийĕн тепĕр сакăр пирĕшти Çÿлти Турă Хăй мăнаçлăхне çирĕплетсе пултарнă патша пуканне йăтса иртĕç. 18. Явап тытмалли кун çитсен эсир пурте Турă умне пуçтарăнатăр, Ун умĕнче ĕçĕрсемпе шухăшăрсемшĕн явап тытатăр. Чăн калатăп: сирĕн пĕр вăрттăнлăхăр та Çÿлти Турăшăн вăрттăнлăх мар. 19. Çĕр çинчи пурнăçра тунă ĕçсене çырса пынă кĕнекене сылтăм алăпа илме тивĕç çын телейлĕ. Çумра тăракансене вăл: „Килĕр те кĕнекере мĕн çырнине вулăр, кĕнекери сăмахсемпе паллашăр. 20. Чăн калатăп: эпĕ чăн тĕне çирĕп тытса пурăннă, Çÿлти Турă Сăмахне ĕненнĕ. Эпĕ явап кунĕ чăнлăх пулнине, манăн Турă умĕнче ĕçсемпе шухăшсемшĕн явап тытма тивнине пĕлнĕ“,- тесе калĕ. 21. Çак таса чун-чĕреллĕ те ырă кăмăллă çынна леш тĕнчере канлĕх тата киленÿ кĕтет. 22. Леш тĕнчере вăл калама çук илемлĕ çăтмах пахчисенче пулĕ. 23. Çав çăтмахри мĕн пур çимĕç уншăн пулĕ, çимĕçсене татма çав тери çăмăл пулĕ. 24. „Çĕр çинчи пурнăçра эсир таса чун-чĕреллĕ те ырă кăмăллă пулнă, тÿрĕ çулпа утнă. Çавăнпа та çăтмах пахчинче тăраниччен ĕçĕр те çийĕр, çăтмахри пурнăçпа киленĕр!“- тейĕç вĕсене. 25. Çĕр çинчи пурнăçра тунă ĕçсене çырса пынă кĕнекене сулахай алăпа илме тивĕç çын телейсĕр. „Çак кĕнекене алла та тытас марччĕ, çак кĕнекене куçпа та курас марччĕ!- тейĕ вăл.- 26. Çак кĕнеке пулман пулсан, эпĕ хамăн çылăхсен виçине пĕлмĕттĕм, вĕсем мĕн патне илсе çитнине курмăттăм. 27. Этем пурнăçĕ вилĕмпе вĕçленменни, çут тĕнчерен уйрăлса кайсан та пурнăç пурри, чĕрĕлÿ кунĕ çитни маншăн çав тери пысăк инкек! 28. Мана пурнăç тăршшĕпе пухнă ылтăн-кĕмĕл те, пуянлăх çăлмарĕ, инкекрен хăтармарĕ. 29. Эпĕ халĕ вăйсăр та айван чун“. 30. „Çак мĕскĕне ярса тытăр та сăнчăрлăр! 31. Тамăк вутне перĕр çак мĕскĕн чуна! 32. Тамăкра ăна çитмĕл чавса тăршшĕ сăнчăрпа сăнчăрласа лартăр. 33. Вăл чăн тĕнпе пурăнман, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненмен, суя тĕнпе пурăннă. 34. Вăл таса чун-чĕреллĕ пулман, нуша куракансене, чухăнсене, ыйткалакансене хĕрхенмен, халăха вĕсене пулăшма чĕнсе каламан. 35. Явап тытмалли кун унăн пĕр тус та, пĕр юлташ та, пĕр шанчăклă çын та пулас çук. 36. Явап тытмалли кун унăн пÿрпе юнсăр пуçне апат та пулас çук. 37. Çак апата Çÿлти Турă Сăмахĕнчен иртнĕ чунсем çеç çийĕç“,- тейĕ тĕнчесен пĕртен-пĕр Турри тамăка сыхлакан пирĕштисене. 38. Эсир куçăрсемпе мĕн курнине асăнса тупа туса шантаратăп! 39. Сирĕн куçăра курăнман чунсемпе япаласене, пулăмсене асăнса тупа туса шантаратăп! 40. Чăн калатăп: Сăваплă Коран аячĕсем- Çÿлти Турă Сăмахĕ. Çак Сăмаха сире Çÿлти Турă пилĕпе килнĕ чун пĕлтерет, чăн тĕне вĕрентсе калать. 41. Çак Сăмах- сăвăçă сăмахĕ мар, Çÿлти Турă Сăмахĕ. Анчах та эсир çакна çителĕксĕр ĕненетĕр! 42. Çак Сăмах- юмăç пăхакан çын сăмахĕ мар, Çÿлти Турă Сăмахĕ. Анчах та эсир вĕрентсе каланине ăнланас теместĕр, вĕрентсе каланине йышăнмастăр. 43. Сăваплă Коран- Çÿлти Турă çут тĕнчере пурăнакан чунсене пĕлтернĕ Сăмах. 44. Çÿлти Турă çынсене чури урлă пĕлтернĕ Сăмах таса. Мĕншĕн тесен вăл чăн Турă Сăмахĕ. Çак Сăмаха пĕр чун та хăй сăмахне хушса вараламан. Турă Сăмахне хăлăха пĕлтерекен ар Çÿлти Турă шаннă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлать. Вăл Турă Сăмахĕ çумне пĕр сăмах та пулин хушнă пулсан, 45. Эпир ăна сылтăм аллинчен ярса тытăттăмăр, 46. Чĕри çумĕнчи юн тымарне татăттăмăр, ним тума та памăттăмăр. 47. Çапла тума Пире никам та чараймĕ. Сирĕнтен никам та Пире хирĕç тăраймĕ. 48. Чăн калатăп: Сăваплă Коран- таса чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă чунсене вĕрентсе калани. 49. Анчах та Çÿлти Турă Сăмахĕнчен пăрăнса утакансем те пулĕç. Эпир çакна та, çак мĕскĕн чунсене те пĕлетпĕр. 50. Сăваплă Коран- Çÿлти Турă Сăмахĕнчен иртсе çылăха кĕрекен çынсене асăрхаттарни, шухăша яни, вĕсене кĕтекен инкек çинчен пĕлтерни. 51. Чăн калатăп: Сăваплă Коран- Çÿлти Турă Сăмахĕ, чăнлăх. 52. Çавăнпа та тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине тав туса кĕлĕ ту, Çÿлти Турă ятне мухтав сăмахĕпе асăн.

71. “Ной” ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Эпир Ноя тăван халăхне хăрушă инкек çитиччен, тĕнче асаппа туличчен чăн тĕне таврăнма, çылăхран пăрăнса тÿрĕ çул çине тухма чĕнсе калама ятăмăр. 2. “Халăхăм! Эпĕ сана Турă Сăмахне пĕлтеретĕп, вĕрентсе калатăп! 3. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе пуç çапса пурăнăр, Ун умĕнче çылăха кĕресрен хăраса тăрăр, эпĕ мĕн каланине итлĕр! 4. Чăн тĕне таврăнсан Çÿлти Турă сирĕн çылăхăрсене каçарĕ, палăртнă вăхăт çитиччен çĕр çинче ырлăх курса пурăнма май парĕ. Чăннипех те, Çÿлти Турă палăртнă вăхăта никам та тăсаймĕ, никам та ăна васкатаймĕ. Эсир çакна пĕлсе тăрăр!” – тенĕ Ной. 5. “Турăçăм! Эпĕ халăхăма чăн тĕне таврăнса тÿрĕ çул çине тухма кунĕн-çĕрĕн чĕнсе каларăм. 6. Анчах та ман сăмахăм çынсене чăн тĕне тавăрмарĕ, вĕсене пушшех те пăтратса ячĕ, ултав çулĕ çине тухма васкатрĕ. 7. Вĕсене тÿрĕ çул çине тăма чĕнсе каланине, Сана çак çылăхлă чунсене каçарма ыйтса кĕлĕ тунине халăхăм илтес темерĕ. Çынсем ман сăмаха илтес мар тесе хăлхисене пÿрнисемпе хупларĕç те япалисемпе пÿркенчĕç. Вĕсем çылăхĕсемшĕн ÿкĕнме васкамарĕç, хăйсене мăнна хурса пурăнчĕç, тем тесен те тÿрĕ çул çине тухас темерĕç. 8. Унтан эпĕ пурте илтмелле тухса калаçрăм, чăн тĕне таврăнма чĕнсе каларăм. 9. Унтан эпĕ мĕн пур халăха пухса та тухса калаçрăм, вĕсемпе куçа-куçăн калаçма та ÿркенмерĕм. 10. Çылăхăрсемшĕн ÿкĕнĕр, Çÿлти Турăран каçару ыйтăр. Вăл çылăхсене каçарни çинчен нихăçан та ан манăр. 11. Вăл тырă-пулă çитĕнтерме, тĕрлĕ йывăç-курăка ÿсме тĕперен çумăр çутарĕ. 12. Вăл сире пурлăх парса, нумай ачаллă туса хисепе кăларĕ, сире ырлăх курса пурăнма пахчасем ÿстерĕ, юхан шывсем пултарĕ. 13. Мĕншĕн эсир Çÿлти Турă хăватне туймастăр? Мĕншĕн эсир Турра шанмастăр? Мĕншĕн эсир Ăна хисеплеместĕр? 14. Вăл сире пултарса сирĕн пурнăçа тĕрлĕ тапхăра пайланă. 15. Эсир Çÿлти Турă çичĕ тÿпе пултарса пĕрне теприн çийĕн вырнаçтарнине курман-и? 16. Вăл пултарнипе уйăх хăй çутине каçхи тÿпере сарать, хĕвел çĕр чăмăрне çутатса тăрать. 17. Турă этеме çĕр айĕнчен ÿсен-тăрана кăларнă евĕр кăларнă. 18. Çÿлти Турă пилленипе эсир çут тĕнчерен уйрăлса кайсан çĕр айне таврăнатăр, унтан, Турă сире чун кĕртĕ те, каялла тухатăр. 19-20. Çÿлти Турă сире утса çÿреме, такăр та анлă çулсем хывма çĕр чăмăрне сарса панă, кавир евĕр тунă”, – тенĕ Ной. 21. “Турăçăм! Вĕсем мана итлемерĕç, мана ним вырăнне те хумарĕç. Вĕсем пурлăхĕпе ачисенчен тăкак куракан çынсем хыççăн утрĕç, вĕсене тĕслĕх вырăнне йышăнчĕç. 22. Чăн тĕне пĕлмен çынсем пурне те улталас тесе: 23. “Ĕмĕрĕпех пуç çапса пурăннă турăсене ан манăр! Вад, Сува, Йагус, Йаук тата Наср – чăн турăсем, сирĕн турăсем”, – теççĕ. 24. Çапла каласа вĕсем чылай çынна тÿрĕ çул çинчен пăрса янă, чылай çынна улталанă. Турăçăм! Сан Сăмахна пăхăнса пурăнман, ыттисене те чăн тĕнрен пăрса яма тăрăшакан чыссăр çынсене 25. Турă Сăмахне манса çылăха кĕнĕшĕн, ырра сутса усал туяннăшăн вĕсем пурте шывра путса вилнĕ те тамăк вутне лекнĕ. Çак мĕскĕн чунсем Çÿлти Турра маннă, Унран пăрăнса утнă, анчах та хăйсене пулăшакан, çăлакан туррăсене тупайман. 26. “Турăçăм! Çĕр çинче суя тĕнпе пурăнакан пĕр çын та ан юлтăр! Çут тĕнчене суя турăсене пуç çапса пурăнакансенчен тасатсам! 27. Эсĕ вĕсене çăлса хăварсан, вĕсем Сан чурусене чăн тĕнрен сивĕтсе суя çул çине кăларĕç, вĕсен ачисем те суя турăсене ĕненсе пурăнĕç. 28. Эй, Турă, çырлах! Турăçăм! Каçарсам мана. Турăçăм! Аттепе-аннене, ман килĕме Çÿлти Турра ĕненсе кĕрекенсене, Турра ĕненекен арçынсемпе хĕрарăмсене каçарсам! Сана ĕненмен, Сан Сăмахунтан иртекен чунсене тĕп тусам!” – тенĕ Ной.

78. «Хыпар» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Суя тĕн çыннисем пĕр-пĕринпе мĕн пирки тавлашаççĕ, пĕр-пĕринчен мĕн пирки ыйтса пĕлеççĕ? 2. Аслă хыпар пирки. Чĕрĕлÿ кунĕ пирки. 3. Ун пирки вĕсен тĕрлĕ шухăш. Пĕрисем чĕрĕлÿ кунĕ çитессине пачах ĕненмеççĕ, теприсем иккĕленеççĕ. 4. Çук! Йăнăшаççĕ вĕсем. Чĕрĕлÿ кунĕ чăнлăх пулнине вĕсем вил тăпри айĕнчен чĕрĕлсе тухсан хăйсемех пĕлĕç. 5. Çапла! Чĕрĕлÿ кунĕ чăнлăх пулнине вĕсем суя тĕнпе пурăннăшăн асап çитсен хăйсен куçĕсемпе курĕç. 6. Мĕншĕн вĕсем Пирĕн хăвата курмаççĕ? Эпир çынсене пурăнма, пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çÿреме çĕр сарса паман-и? 7. Çĕре сăртсем-тусем хăпартса çирĕплетмен-и? 8. Адам ывăлĕ-хĕрĕ! Эпир сире мăшăрлă тунă – сирĕн хушăрта арçынсем те, хĕрарăмсем те пур. Эпир йĕркеленипе этемлĕх арçынсемпе хĕрарăмсенчен тăрать. 9. Кулленхи ĕçсенчен канса вăй пухма Эпир сире çывăрттаратпăр, канма май паратпăр, тĕрлĕ тĕлĕксем кăтартатпăр. 10. Пирĕн хăватпа каç тĕттĕмĕ тĕнчене хупăрлать, сире канма май парать. 11. Пирĕн хăватпа кун çутинче ĕç вĕресе тăрать – эсир ĕçлетĕр, хăвăра мĕн кирлине тăватăр. 12. Эпир сирĕн çийĕн çичĕ тÿпе хăпартса çирĕплетрĕмĕр, 13. Хĕвеле сире çутатса та ăшăтса тăмалла турăмăр. 14. Çавăн пекех Эпир тÿперен вăйлă çумăр çутаратпăр та 15. Тавралăха çумăр шывĕпе шăварса тырă-пулă тата ытти ÿсен-тăрана çитĕнтеретпĕр, 16. Ешĕл пахчасенче ÿсекен йывăçсене шăваратпăр. 17. Çÿлти Турă ырăпа усала уйăракан чĕрĕлÿ кунне палăртнă та ĕнтĕ. Çавăнпа та çак кун пирки пĕр иккĕленÿ те пулас çук. 18. Чĕрĕлÿ кунĕ çитни çинчен сасă янăраса пĕлтерĕ. Çакăн хыççăн эсир пурте чĕрĕлсе вил тăпри айĕнчен тухатăр та, шухăшăрсемпе ĕçĕрсемшĕн явап тытма, хăвăр мĕн тивĕçнине пĕлме Çÿлти Турă патне ушкăнăн-ушкăнăн каятăр. 19. Ун чухне тÿпе пур енчен çурăлĕ те уçса хунă хапха евĕр пулса тăрĕ. 20. Сăртсем-тусем çав кун хăйсен вырăнĕсенчен хускалĕç те тĕпĕ-йĕрĕпе арканса пĕтсе куçран çухалĕç, куçа курăннă евĕр кăна пулĕç. 21. Тамăк вучĕ усал туса çылăха кĕнĕ çынсене хупăрласа илĕ. 22. Ун ытамне Турă Сăмахĕнчен иртсе çылăха кĕрекенсем, намăса çухатнă чыссăр çынсем лекĕç те 23. Ĕмĕр-ĕмĕр çунса асапланĕç. 24. Вĕсем сулхăн илсе килекен çиле те, ăша кантаракан шыва та кураймĕç. 25. Тамăкра вĕсем вĕрекен шĕвекпе тамăкри чунсен пÿрне ĕçсе пурăнĕç. 26. Çакна тивĕçĕç вĕсем хăйсен чыссăр та çылăхлă ĕçĕсемшĕн! 27. Турă Сăмахне тĕпе хурса пурăнман çынсем Турă умĕнче явап тытма тивессе ĕненмен. Вĕсем çĕр çинчи пурнăç илемĕпе киленсе пурăннă, усал туса çылăха кĕнĕ. 28. Вĕсем чăннипех те Турă пĕлтернĕ Сăмаха йышăнман, Турă Сăмахне суя сăмах вырăнне хунă. 29. Анчах та Эпир пирĕштисене çынсем мĕн тунине, мĕн ĕçлесе пурăннине пĕтĕмпех çырса пыма хушнă. 30. “Ĕçĕрсемпе тивĕçнĕ тамăк асапне туллин тутанăр! Эпир çак асапа вăй парса тăрăпăр!” – тейĕç вĕсене. 31. Турă умĕнче çылăха кĕме хăракан çынсене сăваплă вырăн кĕтет. 32. Çăтмахра вĕсене йывăç пахчисемпе иçĕмлĕхсем, 33. Тулли кăкăрлă тантăш хĕр упраçсем, 34. Çăтмах сĕткенĕпе тултарнă алтăрсем кĕтсе илĕç. 35. Çăтмахра вĕсем пуш сăмах çапса ларнине те, суйса каланине те нихăçан та илтмĕç. 36. Çапла парне кĕтет Турă умĕнче çылăха кĕме хăракан, Турă Сăмахне тĕпе хурса пурăнакан çынсене. 37. Çакă – Турă парни. Çакă – тÿпепе çĕр, çĕрпе пĕлĕт хушшинчи чунсен Турри панă парне. Çакă – çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăйĕн ырăлăхне паракан Турă парни. Явап кунĕ çитсен Турă умĕнче никам та пĕр сăмах та чĕнеймĕ, никам та тавлашаймĕ. 38. Çав кун Гавриил та, ытти пирĕштисем те ретĕн-ретĕн тăрĕç. Çав кун никам та çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан Турă ирĕк памасăр калаçмĕ. Турă ирĕк панипе калаçакан чун чăннине кăна калĕ, пĕр сăмах та суймĕ. 39. Явап кунĕ– чăнлăх. Çакăн пирки пĕри те ан иккĕлентĕр. Çавăнпа та тамăк асапĕнчен çăлăнса юлас текен çын тÿрĕ çул суйласа илет, Турă Сăмахне тĕпе хурса пурăнать, хăйне Турă умĕнче çылăха кĕресрен упрать, ырă ĕçсем тăвать. 40. Адам ывăлĕсем! Эпир сире явап кунĕ çинчен пĕлтертĕмĕр, хăвăра çав кун асапĕнчен упрама асăрхаттарса каларăмăр. Явап кунĕ çитсен кашни чун хăй аллипе мĕн туса пурăннине хăй куçĕпе хăй курĕ. Çавăнпа та çав кун суя тĕнпе пурăннă чун: «Эх! Ним ырри те кĕтмест мана! Явап кунĕ çитмен пулсан, мана чун кĕртмен пулсан мĕн тери аван пулнă пулĕччĕ!» – тесе ÿкĕнĕ.

79. «Тăпăлтарса кăларакан» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Суя тĕнпе пурăннă çын чунне васкамасăр, асаплантарса тăпăлтарса кăларакан пирĕштисен ячĕпе тупа тăватăп! 2. Чăн тĕнпе пурăннă çын чунне асăрханса, асап кÿрес мар тесе кăларакан пирĕштисен ячĕпе тупа тăватăп! 3. Турă хушнипе тÿпе тăрăх васкаса шăвакан пирĕштисен ячĕпе тупа тăватăп! 4. Пĕр-пĕринчен иртсе Турă хушнине пурнăçлама васкакан пирĕштисен ячĕпе тупа тăватăп! 5. Турă хушнине пурнăçласа тăракан пирĕштисен ячĕпе тупа тăватăп! 6. Сасă явап кунĕ çитни çинчен пĕлтерсе янăраса кайĕ те, çĕр чĕтренĕ, çĕр çинче мĕн пурри пĕтĕмпех арканĕ, мĕн пур чĕрĕ чун вилсе пĕтĕ. 7. Унтан сасă иккĕмĕш хут илтĕнĕ те, вилнисем пурте чĕрĕлсе тăрĕç. 8. Çав кун суя тĕнпе пурăннă çынсем чĕререн хăраса тăрĕç, 9. Ним ăнланманнипе, намăс курнипе вĕсен куçĕсем çав тери кичем пулĕç. 10. “Пире чун кĕртсе пурнăç парнелерĕç-и? Унчченхи сăн-сăпатпа кĕлеткене тавăрса пачĕç-и? 11. Анчах та эпир вилнĕччĕ-çке, çĕрсе тăпра пулнăччĕ!” – тейĕç вĕсем. 12. “Чун кĕртнинче пирĕншĕн ним лайăххи те пулас çук. Ним ырри те кĕтмест пире çак тĕнчере!” – тейĕç вĕсем. 13. Чун кĕртесси Турăшăн пĕрре те йывăр ĕç мар. Сасă янăраса кайĕ те, 14. Пурте чĕрĕлсе вил тăпри айĕнчен тухĕç, шухăшĕсемпе ĕçĕсемшĕн явап тытма пухăнĕç. 15. Моисейпе мĕн пулса иртни çинчен каланине илтнĕ-и эсĕ? 16. Çÿлти Турă ăна сăваплă Това тăрăхне чĕнсе илнĕ те çапла хушнă: 17. “Фараон патне кай та ăна тÿрĕ çул çине тăма, чăн тĕне таврăнма чĕнсе кала. Вăл Турра пăхăнмасăр пурăнать, усал туса çылăха кĕрет. 18. Ун патне кай та: “Фараон! Эсĕ суя тĕн тасамарлăхĕнчен, çылăхусенчен тасалас теместĕн-и? 19. Эпĕ сана тÿрĕ çул çине тăма пулăшăп. Эсĕ Турă умĕнче çылăха кĕме хăракан пулăн”, – тесе кала”. 20. Çакăн хыççăн Моисей Фараона чăнлăха ĕнентерекен çав тери асамлă та тĕлĕнтермĕш пулăм кăтартнă. 21. Анчах та Фараон пур-пĕрех Моисея итлемен, унăн сăмахне йышăнман, Турă хăвачĕпе пулса иртнĕ асамлă пулăма ĕненмен. 22. Унтан вăл Моисейрен пачах пăрăнса утнă та Турă хушнипе килнĕ çынна хирĕç тăма, ăна усал тума шут тытнă. 23. Фараон хăй керменне таврăнсан патшалăхри чи сумлă та паллă тухатмăшсемпе юмăçсене пухнă та: 24. “Эпĕ – çÿлти турă! Мана ĕненсе пурăнăр!” – тенĕ. 25. Усал туса çылăха кĕнĕшĕн, хăйне мăнна хурса: “Эпĕ çÿлти турă!” – тесе каланăшăн Турă Фараона çак пурнăçра та, леш тĕнчере те асап курса пурăнмалла тунă. 26. Фараонпа мĕн пулса иртни, Фараон шăпи Турă умĕнче çылăха кĕме хăракансемшĕн чăннипех те тĕслĕх вырăнĕнче. 27. Чĕрĕлÿ кунне ĕненмен çынсем! Сире чун кĕртсе пурнăç парнелеме йывăр-и е тÿпене пултарма йывăр?! Турă çÿл тÿпене пултарса 28. Сирĕн çийĕн хăпартнă. Турă йĕркеленипе тÿпере пĕр çитменлĕх те, пĕр кăлтăк та çук. 29. Турă пултарнипе çĕрле тĕттĕм, ирпе çутă килет. 30. Çÿлти Турă çĕр пултарнă та ăна чĕрĕ чунсене пурăнма сарса панă. 31. Вăл çĕр айĕнчен çăл-куçсем тапса тăмалла, çынсемпе чĕр-чунсене тăранса пурăнма ÿсен-тăран ÿсмелле тунă, 32. Сăртсем-тусем пултарса çирĕплетнĕ. 33. Çакна пĕтĕмпех Çÿлти Турă сире тата выльăхăрсене усă курма пултарнă. 34. Хăрушă инкек (чĕрĕлÿ кунĕ) çитнĕ кун 35. Этем хăй пурнăçне, мĕн пур ĕçĕсене, хăй мĕн патне ăнтăлнине пĕтĕмпех аса илĕ. 36. Вăл кун тамăк çулăмне курма тивĕç чунсем пурте тамăк вутне курĕç. 37. Турă Сăмахĕнчен иртсе 38. Леш тĕнче пирки маннă, çак пурнăçпа улталаннă, çĕр çинчи пурнăç тыткăнне лекнĕ çын 39. Чăннипех те тамăк вутне кĕрсе тĕпленĕ. 40. Çÿлти Турă умĕнче çылăха кĕме хăранă, чăн тĕнпе пурăнса хăйне алра тытма пултарнă çын 41. Чăннипех те çăтмаха кĕрсе тĕпленĕ. 42. Çынсем санран явап кунĕ пирки: “Хăçан çитĕ вăл?” – тесе ыйтаççĕ. 43. Анчах та эсĕ çакна пĕлместĕн, çавăнпа та çынсене те явап кунĕ хăçан çитессине калаймастăн. 44. Çакна пĕртен-пĕр Турă кăна пĕлет. Урăх никам та явап кунĕ хăçан çитессине пĕлмест. 45. Эсĕ Турă халăха Турă Сăмахне пĕлтерекен, явап кунĕнчен хăраса тăракан çынсене вĕрентсе калакан, тĕрĕс çул кăтартакан чун кăна. 46. Явап кунĕ çитнине мĕн пур çын хăй куçĕпе хăй курĕ. Çав кун çак тĕнчери пурнăç вĕсемшĕн пĕр каç кÿлĕм е пĕр ир чухлĕ кăна тăсăлнăн туйăнĕ.

80. «Кăмăлсăрланнă» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Пĕррехинче Пирĕн Сăмаха пĕлтерекен ар кăмăлсăрланнă та çаврăнса тăнă. 2. Мĕншĕн тесен ун патне пĕр суккăр çын пырса чăн тĕне вĕрентме ыйтнă, сумлă та пуян çынсемпе калаçма чăрмантарнă. 3. Мухаммад! Тен, çак çын тÿрĕ çул çине тăрса çылăхсенчен тасалĕччĕ? 4. Тен, вăл санăн кашни сăмахна ăшне хывĕччĕ те йăлтах ас туса юлнă пулĕччĕ? Тен, эсĕ вĕрентсе калани ăна пурнăçра пулăшса пырĕччĕ? 5-6. Çапах та эсĕ унран пăрăнса Турра ĕненмен пуян та сумлă çынсемпе калаçас, вĕсене чăн тĕне йышăнма чĕнсе калас терĕн. 7. Чăн тĕншĕн çунман çын Турра ĕненес, çылăхсенчен тасалас теменни сана айăп мар. 8. Çав вăхăтрах эсĕ сан пата Турра ĕненсе чăн тĕне йышăнас тесе, тÿрĕ çул çине тăрас тесе, 9. Турă умĕнче çылăха кĕме хăранипе килнĕ çынпа 10. Калаçмастăн, унран пăрăнса утатăн. 11. Çапла туни тĕрĕс мар. Коран аячĕсем çынсене тÿрĕ çул уçса параççĕ, тĕрĕс пурăнма вĕрентеççĕ. 12. Çавăнпа та чăн тĕне йышăнса тÿрĕ çулпа утас текен çын Турă Сăмахĕнчен вĕренсе пытăр. 13. Сăваплă Коран аячĕсем сумлă та мухтавлă кĕнекере упранаççĕ. 14. Вĕсем çав тери хисеплĕ те таса, сăваплă. 15. Вĕсене пирĕштисем Çÿлти Турă хушнипе çырса илеççĕ те Турă суйланă çынсене пĕлтереççĕ. 16. Çак пирĕштисем çав тери чыслă та ырă. 17. Суя тĕнпе пурăнакан çын мĕскĕн те телейсĕр! Мĕн тери чыссăр вăл! Турă ăна темĕн чухлĕ ырлăх панă, пурнăç парнеленĕ. Анчах та вăл çакăншăн тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине тав тума пĕлмест, Турă Сăмахне йышăнмасть, чăн тĕне таврăнмасть. 18. Çÿлти Турă ăна мĕнрен пултарнине ас тăвать-и çак этем? 19. Турă этеме вăрлăх тумламĕнчен пултарса малалла аталанмалла тунă. 20. Унтан Турă хăвачĕпе этем çут тĕнчене килет. Турă унăн пурнăçне çăмăллатса тÿрĕ çул кăтартнă, чăн тĕн çинчен пĕлтернĕ. 21. Çакăн хыççăн Турă хушнипе этем патне вилĕм килет те, этем вил тăпри айне пулать. 22. Палăртнă кун çитсен Турă ăна чун кĕртсе вил тăпри айĕнчен кăларĕ. 23. Çапах та Адам ывăлĕ-хĕрĕ Турă Сăмахне пур-пĕрех итлемест. Вăл Турра ĕненмест, чăн тĕне тытса пымасть, пурнăçне тĕрĕс пурăнса ирттерме ĕмĕтленмест. 24. Этем хăй тăранса пурăнакан апат-çимĕç çинчен шухăшласа пăхтăр. Çак апата ăна Кам панине ăнланса илтĕр. 25. Эпир хушнипе тÿперен вăйлă çумăр çăвать. 26. Эпир хушнипе ÿсен-тăрансене ÿсме çĕр çурăлать. 27. Çавăн пекех Эпир хушнипе çĕр çинче тырă-пулă, 28. Иçĕм çырли, курăк, 29. Çу тата пальма йывăçĕсем, 30. Ешĕл пахчасем, 31. Тĕрлĕ пахча-çимĕç, улма-çырла ÿсет, улăх-çаран ешерет. 32. Çак ырлăха Çÿлти Турă сире тата сирĕн выльăх-чĕрлĕхĕре тăранса пурăнма панă. 33. Явап кунĕ çитни çинчен пĕлтерекен сасă иккĕмĕш хут янăранă кун 34. Этем ăçта та пулсан тарса пытанас тейĕ. Хăранипе вăл çывăх тăванĕсене, 35. Амăшĕпе ашшĕне, 36. Арăмĕпе ачисене аса та илмĕ. Вĕсемпе мĕн пулса иртни çинчен пĕрре те пăшăрханмĕ. 37. Çав кун кашни чун хăйĕн çинчен кăна шутлĕ, хăйĕн шăпишĕн кулянĕ. 38. Явап кунĕ çитсен пĕр пайĕ çав тери телейлĕ пулĕ. Вĕсен пичĕсем çуталса тăрĕç. 39. Вĕсем чунтан савăнĕç, ахăлтатса кулĕç. 40. Тепĕр пайĕ çав кун тусанпа витĕннĕ евĕр пулĕ. 41. Вĕсен пичĕсенче пĕр савăнăç палли те пулмĕ. Кичем те хăрушă вĕсене çав кун. 42. Çылăхĕсене курас темен суя тĕнпе пурăннă чыссăр çынсем явап куне çапла кĕтсе илĕç.

87. «Çÿлти Турă» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Çÿлти Турă ятне мухтаса асăн, Çÿлти Турă ятне мухтаса пурăн. 2. Вăл çут тĕнчери мĕн пур чуна пултарса пурнăç парнеленĕ, кашни чĕрĕ чунăн сăн-сăпатне, ÿт-кĕлеткине çирĕплетнĕ. 3. Вăл Хăй пултарнă чунсен шăпине, вĕсене çĕр çинче мĕн кĕтнине палăртнă, этемлĕхе ултав çулĕпе утасран тÿрĕ çул çутатса панă. 4. Вăл выльăх-чĕрлĕхе тăранса пурăнмалăх улăх-çаранта курăк çитĕнтернĕ, 5. Унтан çав курăка хĕвелпе типĕтсе тĕксĕм тĕслĕ, ниме юрăхсăр тунă. 6. Мухаммад! Эпир сана Коран аячĕсене вулама май парăпăр, эсĕ Çÿлти Турă мĕн пĕлтернине пĕтĕмпех ас туса юлăн. 7. Эсĕ Сăваплă Коран аячĕсене яланах асра тытăн, Турă манма хушнине çеç манăн. Çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турă çынсем пурте курмалла мĕн тунине те, вăрттăн мĕн ĕçлесе пурăннине те пĕлет. 8. Эпир сана пулăшса пырăпăр, кирек епле ĕçе те çăмăллăнах татса пама, тĕрĕс çул тупма май парăпăр. 9. Çынсене Çÿлти Турă Сăмахне аса илтерсе калани усăллă пулсан, чăн тĕне таврăма, тÿрĕ çул çине тăма чĕнсе кала, ырă сĕнÿ-канаш пар. 10. Турă умĕнче çылăха кĕме хăракан чун сан сăмахна илтĕ, сан сăмахна йышăнĕ. 11. Чи телейсĕр чун сан сăмахунтан пăрăнса утĕ, эсĕ вĕрентнине илтмĕ. 12. Çав мĕскĕн этем тамăк вутне кĕрсе асапланĕ. 13. Тамăкра вăл вилес те çук, пурăнас та çук. Хăрушă шăпа кĕтет ăна! 14. Çылăхран тасалма пĕлнĕ çын телейлĕ. 15. Вăл Çÿлти Турă ятне мухтаса асăннă, кĕлĕ вуланă, кĕлĕ йĕркине çирĕп тытса пынă. 16. Çапах та эсир пур-пĕрех çак тĕнчери пурнăçа суйлатăр, малашрăхра мĕн кĕтнине мансах уншăн çунатăр. 17. Анчах та леш тĕнчери пурнăç – юлашки пурнăç – лайăхрах та пуянрах, вăл ĕмĕр-ĕмĕре тăсăлĕ. 18-19. Çакна Çÿлти Турă ĕлĕк-авал Авраампа Моисее панă кĕнекесенче пĕлтернĕ.

91. „Хĕвел“ ятлă пай

. Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан пĕртен-пĕр Турă ячĕпе! 1. Хĕвеле тата хĕвел çутине асăнса тупа туса шантаратăп! 2. Тÿпере хĕвел хыççăн шăвакан уйăха асăнса тупа туса шантаратăп! 3. Çут тĕнчене çутатса тăракан куна асăнса тупа туса шантаратăп! 4. Çут тĕнчене карса илекен каçа асăнса тупа туса шантаратăп! 5. Тÿпене тата тÿпене пултарса хăпартнă Турра асăнса тупа туса шантаратăп! 6. Çĕре тата çĕре пултарса сарнă Турра асăнса тупа туса шантаратăп! 7. Этем чунне тата этем чунне пултарнă, ăна йĕркеленĕ Турра асăнса тупа туса шантаратăп. 8. Этем чунне шăпа пилленĕ Турра асăнса тупа туса шантаратăп! 9. Чунĕпе тасалнă çын телейлĕ. 10. Чунра усал упракан çын çукка юлнă. 11. Самуд халăхĕ Çÿлти Турă Сăмахĕпе килнĕ çынна итлемен, вăл каланине йышăнман. 12. Çак халăхри пĕр мĕскĕн çын тĕвене вĕлерме тăрсан 13. Çÿлти Турă Сăмахĕпе килнĕ Салих: „Турă панă тĕвене ан тытăр, ăна ан вĕлерĕр, ăна шыв ĕçме ан чарăр, ан хăвалăр!“- тенĕ. 14. Анчах та ултав çулĕ çине тăнă халăх Салих каланине итлемен, чĕр-чуна вĕлерес тесе тĕвен чĕркуççи айĕсене каснă. Çÿлти Турă Сăмахне ĕненменшĕн, Çÿлти Турă панă асама курманшăн, тÿрĕ çул çине тăма килĕшменшĕн çак халăхăн шăпи çав тери хăрушă пулнă. Усал туса çылăха кĕнĕшĕн самуд халăхне Турă тĕпĕ-йĕрĕпех пĕтернĕ, чыссăр халăхри пĕр чун та çăлăнайман. 15. Вĕсен шăпи, вĕсемпе мĕн пулса иртни Çÿлти Турра пĕрре те пăшăрхантарман.

92. „Çĕрле“ ятлă пай

. Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан пĕртен-пĕр Турă ячĕпе! 1. Çут тĕнчене, çут тĕнчери мĕн пур чуна, мĕн пур япалана тĕттĕмпе хупăрлакан каçа асăнса тупа туса шантаратăп! 2. Çут тĕнчене, çут тĕнчери мĕн пур чуна, мĕн пур япалана çутатса тăракан куна асăнса тупа туса шантаратăп! 3. Арçынпа хĕрарăма пултарнă Турра асăнса тупа туса шантаратăп! 4. Эсир тунă пĕр ĕç те, эсир каланă пĕр сăмах та манăçмасть. Пуриншĕн те явап тытма тивĕ. Ырă ĕç ырă патне илсе çитерет, çылăх-асап патне. 5. Пурлăхне Çÿлти Турă ячĕпе тăкаклакан, таса чун-чĕреллĕ, çынсемпе яланах ырă кăмăллă пулакан, 6. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе Унăн Сăмахне йышăнакан Адам ывăлĕ-хĕрĕ телейлĕ. 7. Мĕншĕн тесен Эпир вĕсене пулăшса пыратпăр, çăтмаха илсе çитерекен ĕçсене вĕсемшĕн çăмăллатăпăр. 8. Пуянлăхĕпе савăнса пурăнакан, пуянлăхшăн çунакан, Çÿлти Турă панă ырăлăха хаклама пĕлмен, 9. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненмен, Унăн Сăмахне йышăнман Адам ывăлĕ-хĕрĕ телейсĕр. 10. Эпир вĕсене пулăшас çук. Эпир тамăка илсе çитерекен усал ĕçсене вĕсемшĕн çăмăллатăпăр. 11. Тамăка кĕрсен вĕсене пуянлăхĕ те, чапĕ те, сумĕ те пулăшаяс çук. Хăрушă шăпа кĕтет вĕсене! 12. Чăн калатăп: тÿрĕ çул кăтартасси- Пирĕн тивĕç. Эпир Адам ывăлĕ-хĕрне Хамăр Сăмаха пĕлтеретпĕр, тÿрĕ çул çине тăма чĕнсе калатпăр. 13. Чăн калатăп: пуласлăх та, иртни те Пирĕн алра; Эпир çак тĕнчепе те, леш тĕнчепе те пĕртен-пĕр хуçа пулса тăратпăр. 14. Адам ывăлĕсем! Эпĕ сире Хамăн Сăмаха пĕлтернĕ, тамăк вучĕпе асăрхаттарса каланă. 15. Тамăк вутне чи телейсĕр çын кĕрĕ. 16. Çав мĕскĕн чун тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненмен, Çÿлти Турă Сăмахне йышăнман, Турă Сăмахĕпе килнĕ çынна итлемен. Вăл чăнлăхран пăрăнса утнă. 17. Ырă кăмăллă, таса чун-чĕреллĕ, хăйĕн сăмахне çирĕп тытакан çын тамăк вутĕнчен çăлăнса юлĕ. 18. Вăл Çÿлти Турă пиллĕпе тĕне çирĕп тытса пырать, çылăхĕсенчен тасалас тесе пурлăхне тăкаклать, çынсене пулăшать. 19. Çав самантрах вăл çынсем ăна ырăпа тавăрасса, тăкакĕсене саплаштарасса кĕтмест. 20. Мĕншĕн тесен вăл ырă ятшăн çунмасть, вăл мĕн пур ырă ĕçне Çÿлти Турă ячĕпе пурнăçлать. 21. Чăн калатăп: Çÿлти Турă панипе çак мухтава тивĕç чун кăмăллă пулĕ, леш тĕнчери пурнăç ăна савăнтарĕ.

93. “Ирхине“ ятлă пай

 Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан пĕртен-пĕр Турă ячĕпе! 1. Янкăр çутă ире асăнса тупа туса шантаратăп! 2. Каçа тата каç тĕттĕмне асăнса тупа туса шантаратăп! 3. Çÿлти Турă сана пăрахман, сана тăр пĕччене хăварман, Вăл сана тарăхман. 4. Мухаммад! Çĕр çинчи пурнăç мар, килес пурнăç- леш тĕнчери пурнăç- саншăн лайăх та телейлĕ пулĕ. 5. Кĕçех Çÿлти Турă сана Хăй ырăлăхне курмалла тăвĕ. Эсĕ Çÿлти Турă мĕн панипе кăмăллă пулăн. 6. Эсĕ тăлăха юлнă ача пулнă. Анчах та Çÿлти Турă сана пăрахман, Унăн хăвачĕпе сана пăхса пурăнакан, сана хÿтĕлекен çынсем тупăннă, вĕсем сана усрава илнĕ. 7. Эсĕ чăнлăх шыранă, тÿрĕ çулпа утма ĕмĕтленнĕ. Çÿлти Турă сана пăрахман. Вăл сана Хăй Сăмахне пĕлтернĕ, сана тÿрĕ çул çине тăратнă. 8. Эсĕ нуша курнă, канăçсăр пурнăçпа пурăннă. Çÿлти Турă сана пăрахман. Вăл пилленипе эсĕ канлĕх тупнă, пуянланнă. 9. Çÿлти Турă панă ырлăха хаклама пĕл, Çÿлти Турра тав тума пĕл. Çавăнпа та тăлăха юлнă ачана ан кÿрентер, 10. Нуша куракана, ыйткалакана хăваласа ан яр, май килсен пулăшма тăрăш. 11. Çÿлти Турă панă ырлăха пытарса ан усра. Çÿлти Турă панă ырлăх çинчен çынсене каласа пар, Çÿлти Турă ырлăхĕ çинчен пĕлтĕр. 94. «Сан кăкăрна уçмарăмăр-и?» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Эпир сан кăкăрна чăн тĕне йышăнма уçмарăмăр-и? 2-3. Эпир сана çан-çурăмна канăçсăрлантаракан йывăр çĕклемрен хăтармарăмăр-и? 4. Эпир сана хисепе кăларса сан ятна мухтаса асăнмалла тумарăмăр-и? 5. Чăн калатăп: йывăрлăх иртет те, çăмăллăх çитет. Йывăр самант вăраха тăсăлас çук. 6. Çапла, йывăрлăх иртет те, çăмăллăх çитет. Йывăр самант вăраха тăсăлас çук. 7. Çавăнпа та кулленхи ĕç-пуçран пушансан тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине мухтаса кĕлĕ ту, 8. Çÿлти Турă патне ăнтăл.

96. „Лăймака“ ятлă пай

. Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан пĕртен-пĕр Турă ячĕпе! 1. Вĕрент! Çут тĕнчери мĕн пур чуна пултарнă Турă ячĕпе вĕрент! 2. Çÿлти Турă этеме юн лăймакинчен пултарнă. 3. Вĕрент! Чăн калатăп: санăн Турру чурисемшĕн нимĕн те хĕрхенмест. 4. Вăл этеме çыру хатĕрĕсемпе усă курма тата çырма вĕрентнĕ. 5. Çÿлти Турă хăвачĕпе этем хăй халиччен пĕлменнине пĕлекен пулнă. 6. Анчах та Адам ывăлĕ-хĕрĕ Турă панă ырлăха пур-пĕрех хаклама пĕлмест. Этем Çÿлти Турă пилленĕ тĕнрен пăрăнать, Çÿлти Турă Сăмахĕнчен иртет. 7. Мĕншĕн тесен вăл Турра хисеплемест, Турăсăр, Турă пулăшăвĕсĕр пурăнма май килет, тет, Турра манса хăйне шанать. 8. Чăн калатăп: Адам ывăлĕ! Çĕр çинчи пурнăçран уйрăлса кайсан эсĕ Турă патне таврăнатăн. 9-10. Халăха Çÿлти Турă Сăмахне пĕлтерекен чурана кĕлĕ вулама чаракан чыссăр çынна курнă-и эсĕ? 11-12. Мухаммад! Абу Джахль ятлă çын тĕрĕс çулпа утмасть, суя тĕнпе пурăнать. Вăл чыссăр çын, вăл ырра вĕрентмест, ырă кăмăллă, таса чун-чĕреллĕ пулма чĕнсе каламасть. Анчах та тÿрĕ çул çине тăрса таса пурнăçпа пурăнни уншăн лайăхрах пулмĕччĕ-ши? 13. Абу Джахль Турă Сăмахне ĕненмест, Коран аячĕсене йышăнмасть, чăн тĕнрен пăрăнать. 14. Анчах та вăл Çÿлти Турă унăн мĕн пур ĕçне, мĕн пур шухăш-ĕмĕтне курнине пĕлмен-и? 15. Вăл пĕтĕмпех пĕлнĕ! Турра ĕненекенсенчен кулма, вĕсене хĕсĕрлеме чарăнмасан çав тери хăрушă шăпа кĕтет ăна! Эпир ăна пуç тÿпинчи çÿçĕнчен ярса тытăпăр та тамăка сĕтĕрсе кĕрĕпĕр. 16. Çак суеçĕ çынна, усал туса çылăха кĕрекен çынна, Турра ĕненекенсенчен кулакан çынна Эпир çÿçĕнчен ярса тытăпăр. 17. Хăйĕнпе пĕр шухăшлă çынсене пухтăр, вĕсенчен пулăшу ыйттăр! 18. Эпир тамăк хуралçисене пухăпăр. 19. Мухаммад! Çак чыссăр çынна ан итле, ăна ан пăхăн. Çÿлти Турă патне çул хыв! Чăн тĕне çирĕп тытса пурăн! Турра пуç çапса пурăн! Тÿрĕ çулпа ут!

99.„Чĕтренни“ ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Çĕр чĕтренсе 2. Хăй айĕнче упраннă мĕн пур ылтăн-кĕмĕлĕ, мĕн пур мула çиеле кăларĕ. 3. Чыссăр та çылăхлă çын çакна курсан: „Мĕн пулса иртет унпа? Мĕншĕн çĕр хăй айĕнче упраннă мĕн пур ылтăн-кĕмĕле çиеле кăларать?“- тесе ыйтĕ. 4. Çав кун çĕр чĕлхесĕр пулмĕ. Вăл мĕн пулса иртнине, ылтăн-кĕмĕле мĕншĕн хăй айĕнчен кăларнине каласа парĕ. 5. Мĕншĕн тесен çапла тума ăна Çÿлти Турă хушнă. 6. Çав кун çут тĕнчерен уйрăлса кайнă çынсем вил тăпри айĕнчен чĕрĕлсе тухĕç те ĕçĕсемпе шухăшĕсемшĕн явап тытма тĕрлĕ ене саланĕç. 7. Ырă ĕçсен виçи тусан пĕрчи чухлĕ çеç пулсан та, этем çакăншăн явап тытĕ, хăй мĕн тивĕçнине курĕ. 8. Усал ĕçсен виçи тусан пĕрчи чухлĕ çеç пулсан та, этем çакăншăн явап тытĕ, хăй мĕн тивĕçнине курĕ.

101. «Хăрушă инкек» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Хăрушă инкек! Çав тери хăрушă инкек! 2. Мĕн вăл? Мĕне пĕлтерет хăрушă инкек тени? 3. Çав кун çут тĕнчере пурăнакансемпе мĕн пулса иртессине, çав кун Адам ывăлĕ-хĕрĕ мĕн курассине пĕлместĕн эсĕ. 4. Хăрушă инкек Çÿлти Турă вилнисене чун кĕртнĕ кун çитĕ. Çав кун çынсем йĕри-тавра мĕн пулса иртнине пĕлмесĕр чĕререн хăранипе шăрчăксем евĕр тĕлли-паллисĕр унталла та кунталла чупкалĕç. 5. Ун чухне сăртсем-тусем тусан пулса вĕçсе саланĕç те çĕр чăмăрĕ тураса якатнă çăм евĕр пулса юлĕ. 6. Явап кунĕ çитсен этеме вăл хăй пурнăçне епле пурăнса ирттернине пĕлтерĕç, вăл тунă ырă ĕçсен виçине палăртĕç. Ырă ĕçĕсен виçи çылăхĕсен виçинчен иртсен этем телейлĕ. 7. Вăл леш тĕнчере çăтмахра киленĕ. 8. Ырă ĕçĕсен виçи усал ĕçсенчен сахалрах пулсан çын телейсĕр. 9. Уншăн тамăк тĕпĕ тăван амăшĕ евĕр пулĕ, ăна хупăрласа илĕ. 10. Тамăк тĕпĕнче ăна мĕн китнине пĕлместĕн эсĕ. 11. Тамăк тĕпĕнче ăна çав тери вăйлă çунакан, хăрушă асап кÿрекен çулăм кĕтет!

102. «Пуянлăхпа чапшăн çунни» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1-2. Пуянлăхпа чапшăн çунни сире ултавлă çулпа уттарнă, мĕн çĕре кĕричченех Турра пăхăнса пурăнма чарса тăнă. 3. Ан улталанăр! Хăвăра çак усалтан упрăр! Турă çинчен манса пуянлăхпа чапшăн çунни мĕн патне илсе çитернине, епле инкек кÿнине явап тытмалли кун хăвăрах курăр. 4. Çĕр çинчи пурнăçпа ан улталанăр! Турă çинчен манса пуянлăхпа чапшăн çунни мĕн патне илсе çитернине явап кунĕнче хăвăр тÿссе ирттерĕр. 5. Анчах та эсир çакна хальлĕхе пĕлместĕр. Мĕншĕн тесен çакна пĕлнĕ пулсан пуянлăхпа чапа манса леш тĕнчери пурнăçшăн тăрăшнă пулăттăр. 6. Çавăнпа та явап кунĕ çитсен эсир тамăк вутне курасса шантаратăп! 7. Çапла! Эсир ăна хăвăр куçăрсемпе хăвăр курăр! Кун пирки пĕр иккĕленÿ те çук. 8. Явап кунĕ çитсен сирĕн ĕçĕрсемпе шухăшăрсемшĕн явап тытма тивĕ. Çав кун сирĕнтен çĕр çинчи пурнăçа епле пурăнса ирттернине, Турă панă ырлăхпа епле усă курнине ыйтса пĕлĕç. Анчах та эсир улталанса пурăннă. Çавăнпа та сире çав ырлăх леш тĕнчери пурнăç пирки шутлама, Турра ĕненме, Ăна пуç çапса пурăнма чарнă.

103. «Каç кÿлĕм» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Каç кÿлĕм вăхăтне асăнса тупа туса шантаратăп! 2. Чăн калатăп: çĕр çинчи пурнăç киленĕвĕпе улталаннă çын леш тĕнчере çукка тăрса юлĕ! 3. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненсе Вăл хушнă пек пурăнакан, çынсене ырă тăвакан, пĕр-пĕрне чăнлăха упрама, Турра пăхăнма, чăтăмлă пулма чĕнсе калакан çăлăнса юлĕ!

104. «Сăмах саракан» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Çынран кулакана, çын çинчен суя сăмах саракана хăрушă асап кĕтет! 2. Вăл ылтăн-кĕмĕлĕпе, пурлăхĕпе улталаннă. Çавăнпа та пуянлăхĕпе киленсе пурăнать. 3. Вăл çав пуянлăх ăна вилĕмсĕр тăвасса шанать, пуянлăхĕпе усă курса кирек епле ларă-тăруран та тухма ĕмĕтленет. Суя ĕмĕчĕсемпе улталаннипе вăл леш тĕнчере хăйне мĕн кĕтни çинчен шухăшламасть те. 4. Вăл мĕн ĕмĕтленсе пурăнни кăлăхах! Çапла пурнăçпа пурăннăшăн, чăн тĕне тытса пыманшăн ăна хăрушă асап кÿрекен тамăка пăрахĕç. 5. Хăрушă асап кÿрекен тамăкра ăна мĕн кĕтнине пĕлместĕн эсĕ. 6. Хăрушă асап кÿрекен тамăкра ăна Çÿлти Турă хушнипе йăлкăшакан çулăм кĕтсе илĕ. 7. Çав çулăм усал туса çылăха кĕнĕ çын чĕрине çитсе асаплантарĕ. 8. Çав çулăм çынран кулакана, çын çинчен суя сăмах саракана хăй ытамне илĕ те тек нихăçан та вĕçертмĕ. 9. Çынран кулакан, çын çинчен суя сăмах саракан вут-çулăм тавра тытнă картаран нихăçан та тухаймĕ.

105. «Слон» ятлă пай

 Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Мекка хулине ярса илме ĕмĕтленнĕ çар çинчен каланине, çав çарта слон пулнине илтнĕ-и эсĕ? Çÿлти Турă хушнипе çав çарпа мĕн пулса иртнине пĕлетĕн-и? 2. Вĕсем Каабăна аркатма, Мекка хулинче пурăнакансене хĕн-хур айне тума ĕмĕтленнĕ. Анчах та Турă вĕсем палăртнă усал ĕçе пурнăçланма паман, вĕсен ĕмĕтне тĕ тунă. 3. Çÿлти Турă хушнипе абабиль ятлă кайăксем çак çар çине тапăннă. 4. Вĕсем çар çине хĕртнĕ тăм муклашкисем пăрахса Мекка хулине тĕп тума шут тытнă çынсене пурне те вĕлерсе пĕтернĕ. 5. Турă хăвачĕпе çак çар хурт шăтарса пĕтернĕ ниме юрăхсăр çулçă евĕр тăрса юлнă. 106. «Курайш йăхĕ» ятлă пай

 Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Курайш йăхĕн пĕрлĕхне асăнса, 2. Вĕсем суту-илÿ тума хĕлле Йемен, çулла Шам тăрăхне яланах пĕрле кайнине асăнса, çак çул-çÿрев вĕсене чăнах та самай усă кÿнине, пысăк тупăш панине асăнса 3. Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине пуç çапса пурăнăр! Кааба Туррине ĕненĕр, Ăна пуç çапăр пурăнăр, Турра Вăл панă ырлăхшăн тав тăвăр! 4. Курайш йăхĕ тырă-пулă ÿсмен тăрăхра пурăнать пулин те, Çÿлти Турă ăна манман, тăранса пурăнмалăх апат-çимĕç панă, çул-çÿреве тухсан вĕсене тĕрлĕ тăшман аллине лекесрен упранă. 107. «Ырă туни» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Явап кунне ĕненмен çынна курнă-и эсĕ? 2. Вăл çав тери чыссăр! Вăл тăлăха юлнă ачаран кулать, ăна пулăшас мар тесе хăваласа ярать, 3. Чухăнсемпе нуша куракансене нихăçан та пулăшмасть, ытти çынсене те вĕсене пулăшма, ырă тума чĕнсе каламасть. 4-5. Турă вулама хушнă кĕлĕне вăхăтра тата тивĕçлипе вуламан çынна явап кунĕ çитсен хăрушă асап кĕтет. 6. Вăл икĕпитленсе халăх умĕнче ырă курăнма тăрăшать, кĕлĕ вулам пекки тăвать, анчах пĕччен юлсан пĕтĕмпех манать, 7. Никама та пулăшмасть, никама та ырă сунмасть, ыттисене те йывăрлăха лекнĕ çынна ырă тума чарать, кĕлĕ те вуламасть.

108. «Аль-Кяусар» («Тулăхлăх») ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Мухаммад! Çĕр çинчи пурнăçра нумай хурлăх куртăм тесе, нумай асап тÿссе ирттетĕм тесе ан кулян. Эпир сана нихăçан та пăрахмăпăр, çавăнпа та сана çăтмахри Кяусар ятлă юхан шыва парнелĕпĕр. 2. Мухаммад! Çавăнпа та Çÿлти Турра мухтаса кĕлĕ вула, Ун ячĕпе выльăх пус! 3. Мухаммад! Саран ывăлусем ачаллах вилнĕ тесе кулакан çын нихăçан та телейлĕ пулаймĕ. Вăл хăй ачасăр тăрса юлĕ, леш тĕнчере ним ыррине те кураймĕ.

109. «Суя тĕнпе пурăнакансем» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Суя тĕнпе пурăнакансене çапла кала: «Суя тĕнпе пурăнакансем! Суя турăсене ĕненекенсем! 2. Эпĕ эсир пуç çапса пурăнакан суя турăсемпе турăшсене ĕненместĕп! 3. Эсир вара, ултав çулĕпе утнăран, тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине ĕненместĕр, эпĕ Ăна пуç çапса пурăннă евĕр Ăна пуç çапса пурăнмастăр! 4. Суя тĕнпе пурăнакансем! Эпĕ нихăçан та сирĕн суя туррăрсене ĕненмĕп, вĕсен умĕнче нихăçан та пуçăма таймăп! 5. Эсир те суя туррăрсене манса çут тĕнчене пултарнă Çÿлти Турра ĕненес çук! 6. Эсир хăвăр тĕнпе пурăнатăр, эпĕ хамăн тĕнпе пурăнăп. Эпĕ хам пурăнакан пурнăçпа кăмăллă, эсир хăвăр пурнăçăрпа кăмăллă!”

110. «Çĕнтерÿ» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Çÿлти Турă сана тата Турра ĕненекенсене Мекка хулине таврăнма, суя тĕнпе пурăнакансене парăнтарма пулăшсан, 2. Çынсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе ислам тĕнне таврăннине курăн. 3. Ун чухне Турă ятне мухтаса асăн, кĕлĕ вула, çылăхусемшĕн каçару ыйт. Çÿлти Турă çылăхĕсемшĕн ÿкĕнекен çынна хĕрхенет, каçарать, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене пулăшса пырать.

111. «Пальма сÿсĕнчен явнă вĕрен» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Турра ĕненекенсене хирĕç тăнă, вĕсене нумай хурлăх кÿнĕ Абу Ляхаб ятлă çын алăсăр юлтăр, тĕп пултăр! 2. Çÿлти Турă хушнипе килнĕ асапран ăна пуянлăхĕ те, Турă Сăмахне пĕлтерекен çынна сиен кÿрес тесе тунă усал ĕçĕсем те çăлаймĕç. Ăна чапĕ те пулăшаймĕ. 3. Кĕçех вăл тамăка лекĕ те, яланах тамăк вутĕнче çунса асапланĕ. 4. Чăн тĕнпе пурăнакансене курайманшăн, вĕсем çинчен суя сăмах сарнăшăн унăн мăшăрĕ те тамăка упăшкипе пĕрле кĕрĕ, тамăк çулăмне вут пăрахса тăрĕ. 5. Çав хĕрарăм мăйĕнче пальма сÿсĕнчен явнă вĕрен пулĕ.

112. «Тÿрĕлĕх» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Турă пирки ыйтса пĕлекене çапла кала: «Çут тĕнчене пултарнă Турă – пĕр Турă, пĕртен-пĕр Турă! 2. Вăл çут тĕнчепе, леш тĕнчепе, мĕн пур чунпа пĕртен-пĕр хуçа пулса тăрать. Çут тĕнчери пур чун та пĕр Ун патне туртăнать, Ăна ĕненсе пуç çапать, Унран каçару, пулăшу ыйтса кĕлĕ тăвать. 3. Вăл никама та çуратман, Хăй те никамран та пулса кайман. Вăл яланах пулнă, пур, пулĕ! 4. Турăпа танни, Турăран пахи никам та çук!”

113. «Шурăмпуç» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе! 1. Çапла кала: “Шурăмпуç Туррине пире пулăшса пыма, пире упрама, пире тамăк асапĕнчен çăлса хăварма ыйтса кĕлĕ тăватăп! 2. Турăçăм! Хăв пултарнă чунсем кÿрекен усалран упрасам пире! 3. Каç тĕттĕмĕпе килекен усалран сыхласам! 4-5. Турăçăм! Пире ăмсанакан, пире курайманнипе пăсас тесе çип çине тухатласа суракан çын усалĕнчен упрасам!”

114. «Çынсем» ятлă пай

Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе!

  1. Çапла кала: “Этем Туррине пире упрама ыйтса кĕлĕ тăватăп! 2. Çут тĕнчери мĕн пур чунпа пĕртен-пĕр хуçа пулса тăракан Турра пире упрама ыйтса кĕлĕ тăватăп! 3. Этем Туррине пире упрама ыйтса кĕлĕ вулатăп: 4. Турăçăм! Санăн ятна илтсен куç умĕнчен çухалакан, пире усал ĕç тума чĕнекен, 5. Çынсене тÿрĕ çул çинчен пăрса ярас тесе çылăха кĕме хистекен 6. Этем куçне курăнман чунсемпе çынсен йышĕнчи шуйттансенчен упрасам пире!”

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s