Чăвашла Коран тафсирĕ

(1) Кĕнекене уçакан пай

 

Йышăнманни

Çак Ислам тĕнĕпе çыхăннă текста кăларса тăратни VulaCV проект Ислам тĕнне ырлани шутланма пултармасть. Тĕрлĕ культурăсене тата тĕнсене тарăнрах тĕпчес, тĕрĕс хак парас текенсем валли усăллă хатĕр пултăр терĕмĕр. Çак текстра тĕрĕсси те, йăнăшши те пулни çинчен те асăрхаттаратпăр. Кĕнекен хăш пĕр пайĕсене куçармасăр хăварнă.


(1) Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе!

(2) Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине мĕн пур мухтав!

(3) Вăл Хăй ырăлăхне çут тĕнчери мĕн пур чуна парать, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçарать.

(4) Шухăшăмăрсемпе ĕçĕмĕрсемшĕн явап тытмалли кун патши пĕр Вăл кăна.

(5) Турăçăм! Эпир пĕр Сана кăна ĕненсе пуç çапатпăр, Эсĕ хушнă пек пурăнатпăр! Турăçăм! Пире тĕрлĕ усал-тĕселрен, çылăха кĕресрен упрасам, йывăрлăхра пулăшса пырсам!

(6) Турăçăм! Пире тÿрĕ çул çине кăларсам, пире чăн тĕне çирĕп тытса пурăнмалла тусам!

(7) Турăçăм! Пире Сана чун-чĕререн ĕненсе Сан сăвапна тивĕçнĕ çынсен çулĕпе утма пиллесем, тĕрĕслĕхе ăнланмасăр улталаннă тата чăнлăха курайманнипе ыттисене те суя çул çине пăрса яма тăрăшакансем хыççăн каясран упрасам!Малаллине вулас