Басмач


 

Петĕр Хусанкай


 

I

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Араб лаши хивре юртать, —
Ик чикĕрен ывăнать.
Тĕве хуллен кăна утать, —
Кунĕн-çĕрĕн çул тытать.
— Саади

1

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Тÿлек ачаччĕ Рахманкул,
Илемлĕ каччăччĕ вăл ялшăн.
Хуллен кăна пухаччĕ мул
Мехел çитсессĕн авланмашкăн.

Хĕрарăм хаклă ку енче,
Тÿлеççĕ хĕршĕн пысăк хулăм.
Узбекшăн арăм — çут тĕнче,
Хусах юлсан эс сумсăр пулăн.

Кÿрнеклĕрех пике илме
Пайтах укçа тупас пулать.
Дехкан укçи ансат килмест,
Тарпа-шурпа, юнпа тулать.

Чĕркуç таран лачакара
Шур тулăшăн асапланатăн;
Акатăн мамăк, джугара,
Вĕсем те çитĕнмĕç ансатăн.


Ÿркевлĕ марччĕ Рахманкул,
Епле тÿлек — çаплах ĕçченччĕ,
«Тĕреклĕ пултăр мăшăр хул,
Вара ытти те пулĕ», — тетчĕ.

Чун туртнă хĕр те пурччĕ ун,
Ăна тепле вăл куçа-куçăн
Чачвансăрах курса пĕр кун,
Çырни пек туйăнчĕ вăл уншăн.

Калас пулать çав: Айнисса —
Фарханара тÿремĕпе пĕр.
Ăна нумайăш сăхланса
Çумне хума ĕмĕтленет-тĕр.

Çырни пек туйăнчĕ… Анчах
Çырман пулса иккен худайĕ.
Хĕр çулĕ улшăнчĕ пачах,
Каччи те урăх çулпа кайĕ.

2

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Пĕрре сасартăках яла
Çапла хыпар çитсе янратнă:
«Эмир çухалнă… Ух, алла!
Эмир Бухарана çаратнă».

Дервиш йĕре-йĕре калать:
«Ĕнер эмирĕн караванĕ
Çĕрле Афганистаналла
Пĕр сас тумасăр каçнă кайнă…

Таçтан лерен, Ташкент енчен,
Хальччен курман пĕр çар килет тет,
Çамки — çут çăлтăр тет вĕсен,
Пăхсассăнах этем вилет тет…

Ай-яй-яй-яй, ай, мăссăльман!
Тĕп пулчĕ йăлт: Туран, Харесăм…
Тата, кун-çул, мĕнле тăшман
Кÿретĕн-ши пире халь эсĕ?.. »


Çапла ĕнĕрлешет дервиш —
Ялта, çулта та хулара…
Чейре-и, пасарта-и йыш —
Хыпар каять йĕри-тавра.

Рахманкула çитет хыпар.
Ун юнĕ шухă, чунĕ каскăн;
Анчах Туран тĕнчишĕн мар,
Çук, çук: вăл каскăн — Айниссашăн.

Вăл шухăшлать: «Пуян хĕрне
Чипер туйлах илем тесессĕн, —
Мĕнпур пек çамрăк ĕмĕрне
Ĕçрех асапланса ирттерĕн…

Хакне пĕлет-тĕр хунькасси —
Тĕве, ашак, çич-сакăр сурăх
Паллах, манран вăл ыйтасси
Тата вĕт-шак та пулĕ урăх…

Çук! Пуç таймастăп çăмăллăн,
Чухрах пулин те, тарçă мар эп!
Епле туртсан та кăмăлăм,
Хĕре хăй килĕнчех хăварăп…

Е вăрттăн эп кĕрсе çыхам?
Е ман хурах ятне илтес-и?
Ай, савнă тусăм-шăпчăкăм,
Епле йăваш çÿретĕн эсĕ…

Ялан çемçе палас çинче
Эс хурлăхлăн дуттар калатăн,
Ялан ачаш юррусенче
Пĕр çын ятне эс асăнатăн.

Епле сикет пуль ун чĕри,
Епле çав çын телейлĕ пулĕ!
Ма пит шалта сан ичкири,
Ма кил-çуртун хÿми пит çÿллĕ?.. »


Хурне сирмешкĕн йĕкĕт ман,
Хăй шухăшне юрра хурса,
Пĕччен çĕрте тăсать ялан
Йăпанчăк кĕвĕсем тупса:

«Аннÿ сана çуратнă чух
Шăп уйăх тулнă вăхăт пулнă.
Çампа сан çутă сăн-пуçу,
Çампа халь уйăх пек эс тулнă.

Аннÿ сана çуратсанах,
Таса куçне уçса пăхсассăн,
«Ай» пулнă малтанхи сăмах,
Çампа яту халь Айнисса сан.

Аннÿ сана пиелесен
Тулли пулин те уйăх аннă:
Эс çутăраххине пĕлсен
Часрах вăл именсе пытаннă.

Аннÿ сана куçран пăхсан
Мекке енне ик çăлтăр тухнă,
Вĕсем — сан икĕ куçунтан —
Çулта аташнисемшĕн çуннă.

Аннÿ сана сĕтне сĕнсен —
Çÿлте шур пĕлĕтсем капланнă.
Çампа санра чакми сĕткен,
Çампа туту çемçе халь санăн.

Ай-яй-яй-яй, ай, ярăм, яр!..
Юрла, чĕрем, хÿхле, дуттарăм…
Вĕçсе тухса аллуна пар,
Ута утлан, юратнă ярăм!.. »

Çапла çул кайнă чух хирте
Е килĕнчех ĕç хушшинчен
Ерет те шухăш йĕкĕте —
Юрлать, юрлать вара пĕччен.

3

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Çав кунсенче йĕри-тавра
«Басмач, басмач» тени саланчĕ.
Тискер, хăрушă хыпара
Пайтах этем сурса ытлханчĕ.

Анчах кил-çуртсăр йĕкĕте
Çĕклентерет-мĕн ун хыпарĕ.
Рахманкулсен ял-йышĕ те
Темскер пăшăлтата пуçларĕ.

Сенкер Алай тÿпи енне
Нумайăш тинкерсе пăхаççĕ,
Курбашшăсен йăвисене
Çав ту çинче-тĕр тет хыпарçă.

Ак «Ирзамар» та «Ирзамар»
Тени кăна янра пуçларĕ.
Вăл пухнă тет хăватлă çар,
Хасавата тухать тет çарĕ.

«Мĕнпур Маттур йĕкĕтсене —
Узбек-и, курд-и вăл, туркмен-и —
Çар пуçĕ хăйпеле чĕнет, —
Тесе хыпарçăсем пĕлтернĕ. —

Ун патĕнче пуянлăх, чыс,
Ун çыннисем шерпет ĕçеççĕ.
Вăл сумлă мăссăльман ачи,
Ăна «Ислам ялавĕ» теççĕ…

Ун аллинче паха хĕрсем,
Илемлĕ пикесем хисепсĕр.
Тайма пуçпа пырса кĕрсен —
Кашни савни тупатăр эсĕр…

Утланăр вичкĕн утăра,
Туран ывăлĕсем, утланăр!
Çăтмахăр сирĕн сăрт-тура,
Ирзамарпа килет çăтмахăр… »

7

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Ирпе ирех, хĕвел тухсан,
Илемлĕ Фархана тÿремĕ.
Нÿрпе пусарăннă тусан
Ун чух мăкăрланса çĕкленмĕ.

Сăрт-ту чĕнет, куçа шартса,
Кама витмен-тĕр унăн терчĕ?
Çÿревçĕ, шăппăн шăхăрса,
Таçти тÿпе çине вĕçтерчĕ.

Çÿревçĕ юрă кĕвĕлет…
Саулĕ, талĕ, каракаçĕ.
Пăхса сенкер пĕлĕтелле,
Ăна пĕр сасăсăр тăнлаççĕ.

Çав юрăра телей те пур,
Çĕре-шыва пахалани те;
Çав юрăра хитре хĕн-хур,
Ултавçă савăнăç та илтĕн…


Тăр кăнтăрла, хĕрÿ хĕвел
Пуç тÿпинче ташланă чух,
Караванта пыран тĕве
Хăй чĕлхине чăмланă чух;

Ашак çинчи шур сухала
Хĕвел пуçне устарнă чух,
Ют çĕр çынни пур халпала
Шыв çывăхне васканă чух;

Шап-шурă мамăк анисем
Çемçе тÿшек пек выртнă чух;
Çĕршыв курса çÿрен этем
Чейханара пытаннă чух,

Хăй ăшĕнче юрпа пăра
Ырланă чух вăл пĕр кана —
Тĕлĕкриллех çав вăхăтра
Тÿлек тÿремлĕ Фархана.


Хĕвел ансассăн — каçхине —
Çанталăк сулхăн, сывлăш уçă.
Сенкер, уяр тÿпе çине
Ÿкет кăвар пек хĕрлĕ шуçăм.

Унта-кунта пĕччен тыркас
Кайри ури çинче ташлать.
Çара çерçи вĕçет кас-кас,
Пин-пин чĕрчун тем канашлать…

Çÿревçĕн пĕшкĕннĕ тĕви,
Аулсенчи ашак çухравĕ,
Каян каравансен кĕвви,
Вĕсен пĕртемлĕрех шăнкравĕ;

Раснах тирпейлĕ чейхана,
Раснах таса чалми-калпакĕ —
Юмах пекех ун чух сана,
Тахçан вуланă пĕр халап пек…


Пуçра иртеççĕ ĕмĕрсем.
Асра ятсем шуса тухаççĕ…
Нумай тĕлĕнмелле этем
Тĕнче умне тăратнă Ази.

Нумай ун паттăр ывăлĕ
Çĕре кисрентерсе хăварнă,
Пин-пин çынсен шăпипеле
Вĕсем шак чулĕ пек вылянă.

Хисепсĕр шăмă-шак çине
Мăн хуласем туса ларттарнă;
Таçти-таçти çĕр илемне,
Пуянлăхне унта тултарнă.

Çĕр сăн-сăпачĕ Самарканд,
Ислам тĕрекĕ Бухара
Пайтах юнланнă дастархан —
Хăрушă чыслăх пытарать…

8

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Сĕмленчĕ сарлака тÿрем:
Сăрт-ту шап-шур пĕркенчĕк евĕр
Тĕтре антарчĕ тÿперен,
Хупланчĕ çĕр — хÿхле пĕлмен хĕр.

Лăпланчĕ ырнă Фархана,
Тÿлек сар уйăх — ватă тарçă,
Тÿлек аул… Пĕр ут кăна
Тĕмсем хушшипеле кустарчĕ.

Çав ут çинче пĕр яш ларать:
Вылянă пек акатуйла —
Пĕр лапчăнать, пĕр каçрăлать,
Пĕр хырăм айĕн кайăкла

Тухать вăл ярăнса вĕçсе;
Хĕрелнĕ уйăх çутинче
Ура пусси ялтăркки çеç
Йăл-ял виçсе пырать çинçен.

Кайсан-кайсан çын анкалать,
Çĕре выртса темскер тăнлать,
Çумне хĕстернĕ кинжала
Шăм авринчен ярса тытать…


Ăçта васкать маттур капла?
Ăçтан вăл тухнă? Кам таврашĕ?
Кампа ун халь ăмăртмалла?
Лаши кам лашипе тавлашĕ?

Е Тамерланăн пĕр тарçи
Пит вăрттăн хушупа вĕçет-и?
Е Чингисханăн хыпарçи
Çар пуçлăхне хыпар леçет-и?

Тÿлек кăна ларать пахта,
Тÿлек юлать лаштра чинарĕ,
Анма пикеннĕ уйăх та
Пĕр нимĕскер те шарламарĕ…

Ак тарăн шывлă Зеравшан.
Маттур утне кăна шăварчĕ.
Йĕнер çине тăрса каçсан
Каллех вăл урнă пек тустарчĕ…


Алай сăрт-ту куç умĕнче
Пăт-пат хăмăрлана пуçларĕ.
Маттур итлет… Шăпах тĕнче.
Нимле шăв-шав илтсе пулмарĕ.

Анчах кайсан-кайсан таçта —
Сулахайра — хуллен пĕр сасă:
«Тра-та-та-та… тра-та-та-та», —
Тесе шаккарĕ касă-касă.

Çав сасă пит аякрипе
Аран çитет-ха çиле майăн,
Ăна хальччен илтмен узбек
Мĕн иккенне те чухлайман-мĕн.

Тен, хир сысни пуль ку тесе
Вăл унăн-кунăн пăхкаларĕ;
Утне пушшех чĕпĕттерсе
Пĕр-икĕ хут саламатларĕ.

9

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Курбашшăсем çав самантра
Хĕрсе хĕрÿллĕн канашлаççĕ,
Тен, пуçлăхне — Ирзамара —
Телей суна-суна ырлаççĕ:

«Сана, эс пуçăннă ĕçе
Нихçан та манмĕ мăссăльманлăх,
Ислам çутипеле хĕçе
Пĕрлештернишĕн эс мухтавлă.

Ан тив, пур Мăхамет çĕрне
Сан витĕмлĕ чапу салантăр,
Пур çăтмахри эмирсене
Сан ыр яту хаваслантартăр… »

Юлашкинчен мулла ăна
Коран чуптутарсах пиллерĕ:
«Чăн Туррăмăр пĕрре кăна,
Çак çын — вăл янă паттăр», — терĕ.


Çар пуçĕ хирĕç саламлать:
«Эс, Ибрагим — ман сылтăм аллăм,
Эс, хупăнми куç Салахмат,
Эс, Нурăм — татăлми арканăм!

Эс, Клыч — ман виççĕмĕш хăлхам,
Эс, Амирхан, — эсир халь пурте
Юрарăр аслă аллаха,
Сире хăй çăтмахне вăл кÿртĕ.

Çĕрте чăтас пулать этем,
Вилсессĕн — куç тулли пике-хĕр,
Ытарайми чиперккесем
Суйла-суйла эсир илетĕр.

Шанатăп çивчĕ хĕçĕре,
Ислам пур ют тĕне те тартĕ.
Каллех тепре çавра çĕре
Таса çур уйăх çул кăтартĕ… »


Басмач çарри ярать юрра
Хаяррăн, хыттăн, аравасăр.
Çавăрăнса çитсен çавра
Çак такмака çĕклет пур сасă:

«Мĕн яшша-а, мĕн яшша-а,
Хаси Ирзамар патша! »
«Хасавата, хасавата!
Хаси ятне çĕртместпĕр эпĕр.
Вилсен вилетпĕр çакăнта,
Илсен çĕре йăлтах илетпĕр… »

Шупкалана пуçларĕ çĕр,
Тĕтре те сирĕлчĕ пăртакçă.
Анчах басмачшăн пурĕпĕр,
Вĕсем пĕри те çывăрмаççĕ.

Вĕри чĕреллĕ мăсăльман
Усламсăр кĕçĕр ĕненет,
Хаси сунан çăтмахпалан
Кĕрÿ каччи пек тĕлленет.

10

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Хивре лаша пек ыткăнать,
Вăл сикрĕ утмăл çухрăм яхăн.
Сенкер чалма çÿçи кăна
Вĕçсе пырать утланнă яшăн.

Ак сасăсем… ак патнерех…
Ак хасават юрри юрлаççĕ…
Маттур тăнларĕ те — пĕррех
Тусем хушшипеле юрттарчĕ.

«Хасавата, хасавата! » —
Тесе вăл хăй те ĕнĕрлерĕ.
Хуралçă чарчĕ: «Кам тата?
Ăçтан килетĕн эсĕ? — терĕ.

Кама пĕлетĕн ушкăнра?
Вилес килет-им, путсĕр анчăк?!
Кама паллан?! » — «Ирзамара», —
Тесе сас пачĕ утлă каччă.


«Кам эсĕ? » — терĕ Ирзамар.
«Сеид ачи, Имран таврашĕ… »
«Имран — пăрахăç йăхлă мар,
Пучи тăрса вĕсен аслашшĕ,

Çителĕклĕ вăл тытнă мул…
Апла яту мĕнле-ха санăн? »
«Ман ятăм… эпĕ — Рахманкул».
«Телейлĕ ят. Басмач пулатăн! »

Пуç тайрĕ каччă. Асĕнчен
Ытарайми пĕр ят каймарĕ.
Мĕнпур курбашша умĕнче
Хаси тупа тума каларĕ.

Ак çын, хăй чĕрине тытса
Хытса тăрать çурта пек тÿрĕ:
Кинжал вĕçпе какай хыпса
Басмач пулма вăл тупа турĕ…

II

Юратушăн — Багдад та çывăх.
— Араб сăмахĕ

1

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Пылланчĕ ешĕл виноград,
Пахчасенче саралчĕ кавăн.
Хассан хуçанăн пысăк сад,
Пахчи те сарлака Хассанăн.

Шерпетлĕ хĕп-хĕрлĕ арпус,
Ÿкет улма, айва час ÿкĕ.
Сулмаклă тутă куккурус,
Çу çеç кĕрхи путек курдюкĕ.

«Парать-ха Турă», — тет Хассан
Çынпа калаçнă чух йăвашшăн.
Хассан — илемлĕ Айниссан
Атавĕпе хăрушă ашшĕ.

Пайтах дехкан çĕрĕсене
Туртса илсе вăл пăхăнтарнă,
Пайтах аул хĕрĕсене
Ун тарçисем кайса вăрланă.


Тăватă арăм çак хуçан,
Тăваттă таранччен саккунлăн
Илме чарман ăна Коран,
Тата мĕн чухлĕ еркĕн унăн!

Çав йышлă еркĕнтен пĕрне
Хассан хуçа питрех юратнă;
Саккунлă арăм тивĕçне
Йăла пăссах ăна тăратнă.

Вăл — Çĕпĕртен. Ăна Хассан,
Пĕр вунпĕр çулалла çитсессĕн,
Туяннă чухăн вырăсран
Усрав хĕр пек çитĕнтермешкĕн.

Пакша-сăсар пуçтарнă чух
Çав Çĕпĕрте ăна вăл курнă.
Ытарайман алхаснă чун,
Ун шухăшĕ йăлт урăх пулнă.

Малтан хĕр макăрнă кăна,
Ăна пайтах хистенĕ ашшĕ,
Вара йăпатнă ачана:
«Аннÿ патне илсе каясшăн,

Ку сан кукку пулать, — тесе, —
Час пырăп эп», — тесе лăпканă…
Пайтах хĕр пурăннă кĕтсе,
Кĕте-кĕтех ÿссе лăпланнă.


Пит хÿхĕм çитĕннĕ Зейнап,
Малтан вăл Зинаида пулнă.
Халь вырăсла та маннă лап,
Сăпачĕ — йăлт сыхланнă унăн.

Умри чачванне çеç эс уç:
Кăшт кÿпшекрех тута-çăвар та
Сап-сарă çÿç, тулта çут куç —
Часах славян йăхне кăтартĕ.

Ун питĕнче — сивлек çилсем
Хĕрÿ хĕвелпеле тавлашнăн —
Пĕрре куран вĕри хĕлхем,
Тепре кăвак пăр асăрхатăн.

Вунсакăр çул инке пулса,
Зейнап пĕрех ача çуратнă:
Вăл та пулин — çак Айнисса,
Кил-йышĕсем ăна юратнă.

Чăнах та, хутăш юнлă чун
Ыттисенчен йăлтах вăл уйрăм.
Туркистанпа çав Çĕпĕр ун
Пĕрлешнине ăçта та курăн.

… Ак тарăн юрлă тайгара
Йĕлтĕрпеле ашать сунарçă.
Ак çил-тăманĕ ахăрать,
Таçта выç кашкăрсем улаççĕ…

Çитмен телей, ылханлă сас…
Кунта çанталăк хĕрхенÿсĕр,
Ахаль вăл нимĕн те памасть,
Пурнас тесен — кĕрешĕр, тÿсĕр.

Кунта илешнĕ чĕрĕ чун
Вăрçать пĕр татăк чĕрĕ ашшăн.
Асав шăлсем кунта саккун:
Эс çыртмасан — сана çыртасшăн.

Шалта кунта этем чĕри,
Хуллентерех çÿрет ун юнĕ…
Çав сивĕ тÿсĕмсен йĕрри
Айниссара пит паллă юлнă.

Çапах вăл Çурçĕр хĕрĕ мар:
Хăйне шанми хавшак чеченлĕх,
Сасартăк хыпакан кăвар,
Час ылмашан хавас-кичемлĕх.

Хыткан пÿ-си, çинçе туна,
Çÿхе тута — ун тепĕр енĕ.
Кăшт чĕмсĕр, сулхăн чалдуна
Япшар, вĕри узбек çĕнтернĕ.

2

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Хĕрарăм çурчĕ лăпланать,
Шăпах тăватă уйрăм читлĕх.
Çумри хĕр пÿлĕмне кăна
Синкерлĕ хуйхă персе çитнĕ.

Унта çап-çамрăк Айнисса,
Ăна качча çураçнă ашшĕ.
Чĕлтĕрмине янраттарса,
Хĕр хурлăхлăн Ташлать пĕр ташă.

Хул-çурăмне чĕтреткелет,
Аллисене авать илемлĕн.
Те арăм ролĕ вĕренет,
Те инкекне силлет — пĕлеймĕн.

Çут куçкĕски умне çитсен
Вăл ярăнса иртет вăраххăн:
Юлашки хут ун куçĕ, тен,
Хăй яшлăхне курса юласшăн.


Сасартăк алăк уçăлать,
Хассан хуçа кĕрет иккен.
Ун çийĕнче пĕр хут халат,
Пуçне чалма та чĕркемен.

Кĕрсессĕнех ташлан хĕрне
Вăл шухăшлăн пăхса тĕллерĕ,
Хура сухалĕн кăтрине
Пÿрне вĕçпе пĕтĕркелерĕ.

Вара каларĕ: «Ай, хитре!
Ай, манăн пĕчĕкçĕ саркайăк!
Çитет вĕçмешкĕн ирĕкре,
Йăву тĕлне те асăрха эс.

Аçу епле савсассăн та,
Вăл саншăн илчĕ ĕнтĕ хулăм.
Ик эрнерен Самарканда
Тухса каятăн эсĕ, чунăм.

Самаркандри Ишшан-хэзрет
Сана хăй арăмĕ тăвасшăн,
Ун евĕчи халь чей ĕçет, Пуçтарăн, —
вăл сана курасшăн».


Хĕр пичĕ пулчĕ шурă пÿс.
Чĕнмест: атте хуçа, вăл паттăр.
Атте хушсассăн — йĕр те тÿс,
Кирек мĕскер тума калатăр.

Анчах старик тухсассăнах
Хĕр куçĕнче чĕр çиçĕм
Çиçрĕ, Ама пулас ÿт-пÿ часах
Малти телейсĕрлĕхне сисрĕ.

Ишшан-хэзрет… Аху, аху!
Паллах, сухалĕ ун чалланнă.
Миçемĕш арăм-ши-ха ку?
Тен, ун ачин ачи авланнă?!..

Çук, Айнисса каймасть ăна…
Апла пулсан, ăçта вăл тартăр?
Мĕн тутăр хăй пĕччен кăна?..
Атте хуçа-çке, çавă паттăр…


Çапла вăл пăшăрханнă чух
Каллех ак алăк уçăлать.
Те иртрĕ пĕр самант, те çук —
Хура чачван кĕрсе тăрать.

Хĕр хăйĕн тусĕ пуль тесе:
«Ай, Несире! Эс килтĕн-и?
Ма юлтăн-ха кая эс, э?
Сана кĕтни, сана кĕтни!..

Ман пысăк хуйхă, тусăм, ах!..
Эс ма иртместĕн? Ирт-ха, ирт.
Пăрах параншуна часрах…
Мĕн-ма салху вара эс пит?

Çĕр выртмаллах-и, Несире?
Ма шарламастăм чунăм, эс?.. »
Хĕр ун чачванне сирет,
Анчах хăни-мĕн сиртермест.

Хĕр тĕлĕнет, шалт аптăрать,
Ак тамаша, мĕскер тăвас?
Хĕрарăм кĕчĕ те — тăрать,
Питне уçмасть, сăмахламасть.

«Çилленнĕ пулĕ эс мана? —
Тет Айнисса юлашкинчен, —
Çапах эс кĕçĕр ман хăна,
Ямастăп эп сана ирччен.

Е, салтăн, хывăн хăвăртрах,
Ан тарăхтар мана капла.
Сана эп хамăн хыпара
Пĕлтерĕп халĕ… Ах, алла!

Чухлатăн-и эс, тантăш-джан,
Епле телейĕмĕр кĕске?
Хыпса çунать халь ăшăм ман —
Качча… ватта… параççĕ-çке!.. »


Хĕр ĕсĕклет. Вăл такама
Каламаллаччĕ пуль çакна.
Хăй çавăнтах ыталама
Пуçлать чĕлхесĕр хăнана.

Сасартăк чĕмсĕр Несире,
Хĕре чăмăртаса тытса,
Хăй чачванне хăех сирет…
Шанк хытрĕ пирĕн Айнисса:

Ун умĕнче — чĕр куçăнах —
Узбек каччи тăра парать.
Тин çех сухал шăтан янах,
Кăшт мăйăх пур тути тавра.

Хĕвелпеле хуралнă сăн,
Çамки çинче суран çĕвви…
Вăл пит хаяр пек! Пăхăсăн —
Çемçен тухать сасси-чĕвви.

Рахманкул:
Кĕтменччĕ пуль мана кунта,
Çитменнине, капла… çĕрле…
Кирек епле пулсассăн та,
Эпир ак иксĕмĕр пĕрле.

Эс ан хăра та ан шарла:
Эп хам вăя ĕненнĕ чух
Çак юн астивнĕ кинжала
Нихçан та кăларассăм çук.

Пĕлетĕп, илтнĕ: «Рахманкул —
Вăл намăссăр басмач кăна».
Унран хăрать мĕнпур аул,
Тытса паманни çеç ăна.

Мăссăльманпа мăссăльмана
Вăрçма хушмасть иккен Коран.
Ют тĕнпеле ют йăлана
Ан шеллĕр, тет вăл авалтан.

Эс хута хутăш юнлă хĕр:
Аннÿ сан йăхнă вырăсран.
Анчах мана вăл пурĕпĕр,
Чун каçарать юн аташсан…

Айнисса:
Тем çаврăнать халь ман пуçра?
Пĕр ним те ăнланмастăп эп…
Те синкере ку, те ырра,
Çапах санран эп именеп…

Рахманкул:
Чĕтретĕн эсĕ, Айнисса,
Басмач ытамĕнчен хăран.
Çук, эп сана пусмăрласа
Нихçан хур тумăп, нихăçан.

Басмач пулу та саншăн эп:
Кашни çынна чикмессерен
Эс пуррине аса илеп,
Кашни çаратнă тĕверен

Сан хунямушăн мул пухса
Аçу умне килсе тăкма
Эп пурăнаттăм шут туса…
Тĕп пултăр халь çав ырлăх ман!

Çук, икĕ питлĕ пурăнăç
Иăлăхтарать, сана калам.
Мĕн мыскара, мĕн курăнăç
Туман-тăр эпĕ хампалан!

Хăш чух çапла… хĕрарăм эп,
Хăшчух хула пасарĕнче
Дервиш пулса ĕнĕрлешеп,
Хăш чух сутса ларатăп чей…

Ку пултăр кĕçĕр юлашки…
Сана çураçнă тетĕн эс?
Камне пĕлетĕп. Ытлашши
Кулянмăпăр…

Айнисса:
Мĕскер ĕçлес?

Рахманкул:
Эп Ирзамарăн ушкăнне,
Кинжал вĕçпе какай хыпса,
Тупа та саншăн тунине
Шанатăн-и эс, Айнисса?

Шанан пулсан — çак самантран
Пăсатăп эпĕ тупама.
Кала: риса-и манпалан
Халех эс ут çине ларма?

Риса-и тул çутăличчен
Никам курман-илтмен çĕре
Çитсе, ман хыт йĕнер çинчех
Мăшăрланмашкăн ĕмĕре?..

Чĕнместĕн эсĕ. Е мана
Асаплама черет çитри?
Е пахарах-и халь сана
Çемçе тÿшеклĕ ичкири?

Апла пулсассăн — эрехмет! —
Басмач эп! Кайрăм, Айнисса!
Ыр куртăрах ишшан-хезрет…

Айнисса:
Çут, тусăм! Эп риса… риса!

Рахманкул:
Риса-и? Ха! Самарканда
Тухса каяс килмест эппин?
Мулла пики пулмашкăн та
Туртмасть-и кăмăлу халь тин?

Ватсупнă пуль вăл тетĕн-и?
Ун юнĕ шĕп-шĕвĕ-тĕр, э?
Савниçĕм! Эсĕ шикленни
Ман кăмăла та сивĕтрĕ.

Тарар часрах çын куриччен,
Анчах ан ман эс: кĕçĕре,
Ута çитсе утланиччен,
Каллех эп пулăп Несире.


Мĕлке пек икĕ паранша
Шăваççĕ уйăх çуттинче.
Кĕтсе аптранă тур лаша
Çĕре чавать çыр хĕрринче.

Çывхарчĕ икĕ «хĕр» хуллен.
Лаша хартлатрĕ, тулхăрчĕ,
Тултан кăкарнă чĕлпĕртен —
Татас пекех — вăл туртăнчĕ.

Басмач параншине сирет,
Лаша палларĕ хуçине,
«Халь кирлĕ пулмĕ Несире», —
Тесе яш сикрĕ ут çине.

Таран хĕре утлантарса
Хăй умнелле лартсассăнах,
Кĕлипеле пĕр тайтарса
Вăл ыткăнтарчĕ лашана.

3

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Ишшан-хезретĕн евĕчи —
Йăр-яр хура кăвак халатлă,
Сайра сухаллă Емелчин —
Чей куркине тĕртсе, сăваплă

Сап-сар чĕрнеллĕ аллипе
Питне çу сĕрнĕн шăлса илчĕ:
«Эй, пысăк пиллĕ Хассанбек!
Сана аллах сăнавĕ килчĕ.

Ислам çути хезретĕмĕр
Санран ÿтленнĕ çамрăк ÿтĕн
Хÿтти пуласшăн терĕмĕр… »
(Хассан юлхавлăн пăхрĕ тÿртĕн. )

«… Хăй ашшĕ-амăшне кура
Çук мар-тăр та хĕрÿн тивлечĕ,
Эс ху пĕлетĕн — тавара
Тĕсне-питне пăхса илеççĕ… »


Хассан хуçа хăй хăнине
Ичкирине илсе кĕрет.
Кĕрсессĕнех çине-çине
Чĕнет вăл ăшшăн çук хĕре.

Тата чĕнет — çук Айнисса.
Чаршав хыçне, выртан çĕрне
Пăхса çÿрет вăл — çук ниçта.
«Тăхта-ха», — тет Емелчине.

Вара Зейнап пÿлĕмнелле
Утать сулмаклă уттипе.
«Вăл — амăшĕ, вăл пĕлмелле», —
Тет ашшĕ тупсăм тупнă пек.

Анчах унта та çук хĕрĕ.
Хассан хуçа киле-çурта
Тăратма хатĕр пуçхĕрлĕ,
Пурне те вăратать, ыйтать.

«Ларма чĕнмерĕ-ши пĕри? » —
Тесе вăл аула часрах
Çын чуптарать… Çĕр çăттăр-и!
Шыранисем пустуй йăлтах.

Тарçисене ут утланса
Хире тухса хăвма хушать:
«Чĕр пуççăн, вилтĕн — Айнисса
Ирччен пур пултăр! » — тет хуçа.


Сайра сухаллă Емелчин
Куçне чеен хĕстерчĕ те:
«Сана эп пит хисеплĕ çын
Тесе шутлаттăм ĕнтĕ, — тет. —

Мĕскер пулать-ха ку капла? »
Хăй сăмсине шав каçăртать.
Хуçа пуç пĕкрĕ: «Çăл, аллах!
Ак хутăш юн мĕн кăтартать!.. »


Салху паян Хассан хуçа,
Ун пичĕ çывăрмасăр туснă.
Ялан пĕр тытан пуçа
Сасартăк йывăр хуйхă уснă.

Ун умĕнче вĕри пăлав,
Шашлык, чабап, çÿхе лавашĕ,
Пылпа пĕçернĕ шаптала,
Халва, улма-çырла таврашĕ…

Ĕçме кÿк чей те мăссалас —
Пăрайнă виноград сĕткенĕ…
Анчах Хассан хуçан анмасть,
Ăна хура мĕлке пĕркенĕ.

Астиврĕ лартнă çимĕçе,
Йăлашăн какăрчĕ те тухрĕ;
Унтан темскер аса илсе
Хăрах куçне пăртакçă хупрĕ.

«Чим, — терĕ вăл хăй ăшĕнче,
Вара кальян тивертсе ячĕ, —
Çаплах кулать-ши çут тĕнче?
Кун пеккине нихçан курманччĕ… »

III

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

«Туркестан сĕм каçĕ!
Хупăрла, хăтар.
Йĕкĕтсем канаççĕ,
Çывăрмасть пĕр ар.

Çеçен хир кăлканĕ.
Тÿшек пул та вырт.
Ту çинчен час анĕ
Кăн-кăвак кавир.

Тĕлĕрет чинара,
Ыйхăра пахта.
Каччă куç хупмарĕ.
Пĕр самантлăх та.

Кам унта: басмач-и
Е выç шакалсем?
Туркестан сĕм каçĕ,
Чаршавна сирсем.

Камăн вичкĕн учĕ
Тулхăрать тура?
Каччăн куçĕ уçă,
Анчах каç хура.

Кирек кам çыхлантăр, —
Пирĕн пур вăй-хал:
Пирĕнпе чăн паттăр —
Утаман Байкал! »


Çапла сăвăлашать отряд
Çурма Саспа çĕр варринче.
Пĕри чавсаланса выртать
Йăсăрланан вут хĕрринче.

Вăл — хăй Байкал. Иван Байкал.
Чалланнă ватă партизан.
Çынсем нихçан та кунашкал
Салху курман ăна, нихçан.

«Эй, Çĕпĕр çавраçилĕ! Ха!
Сана мĕн пулчĕ? Пĕлтерсем! »
Утамана пĕр авăка
Сырса илеççĕ тусĕсем.

«Е! — тет Байкал, — хăвăрăнне
Ан манăр, хăвăр ĕçĕре».
«Мĕнле вăл хăврăн-хамрăн, э?!
Эпир халь пурте пĕр ĕçре.

Кала, пĕлтер эс кĕçĕрех —
Мĕн хăямат? Мĕн пулнă сан? »
«Ха-ха! Невушлĕ ман чĕре
Хуçасăр йытă? — тет Иван.

Невушлĕ эп çын чĕлпĕрин
Вĕçне тăрса юлам капла?
Е, итлĕр, итлĕрех эппин,
Узбекĕ, вырăсĕ — тăнла!

… Ку чĕрĕк ĕмĕр каялла
(Ĕнер кăна пек, асилсен)…
Хам пурнăçра пĕр ухмахла
Ĕç турăм эпĕ, ачасем…

Çитсе-ши хăть пĕри сиртен
Байкал хыçне (ман хыçăм мар, —
Байкал кÿлли пур Çĕпĕрте),
Кĕрсе-ши çын кĕмен çама?

Мĕн чухлĕ юрă ун çинчен!
Мĕн чухлĕ витĕмлĕ юмах!
Ман çур ĕмĕр çав çĕрсенче
Иртсе çухалчĕ кăлăхах.

Илемлĕхпе хаваслăха
Курмарăм эпĕ çавăнта:
Шыв-шур, пĕр тăтăш лачака…
Аса илсен— юна шăнтать.

Çук, манпала пĕрле çынсем
Пултараймастчĕç юрлама.
Романтикла баргузинсем
Кĕместчĕç ман та ăшăма.

Куллен, ир пуçласа каçчен,
Çĕпре пек ушахра тăрса,
Пăтранчăк пылчăк шывĕнчен
Суйларăм ылтăн, тарăхса.

Камсем валли? — Шуйттан пĕлет!
Эс — ирĕксĕр этем, тÿсех!
Калатчĕç: яппунсемпеле
Вăрçмашкăн кирлĕ пит тесе.

Мĕн-ма тăшман мана яппун?
Мĕскершĕн эп ăна тăшман?
Манни пекех чĕре-çке ун,
Уяни пекех ăс-пуç вĕт ман..

Раççей — тăван аннемĕр те —
Амаçури пек хур тусан,
Мĕскер тăвас ман ют çĕрте?
Мĕнех Порт-Артуру та сан?..

Ĕçлетпĕр. Анасем çине
Хăйăрпа ылтăн мар юлать —
Шет, çын шăмми çине-çине
Ванса та тĕпренсе тулать.

Çăватпăр ылтăн тăприне,
Шыв мар юхать хура çĕре —
Тумлам-тумламăн хăй юнне
Сăрхăнтарать-и тен чĕре…

Ман арăм тÿсеймерĕ. Вилчĕ.
Тăваттăри ачапалан
Тăрса эп юлтăм. Йывăр килчĕ.
Тертлентĕм çичĕ çул таран.

Анчах… (Ылханлă пултăр ылтăн! —
Çĕр тĕпĕнче, çын кĕсйинче,
Банкра, хĕрарăм аллинче
Ылханлă пултăр çав сар тыткăн! )

Кайран-кайран, тек чăтаймасăр,
Тарма шут тытрăмăр эпир —
Чи шанчăклă, каварлă, харсăр
Тăватă каторжник пĕр ир.

Пăшаллă икĕ хуралçа
Пăвса, пайтах ылтăнпала —
Çăтса, ура тĕпне сарса —
Шутартăмăр тайгапала.

Ман вунпĕрти ача, ман Зина,
Ман амăш сăн-сăпатлă хĕр
Çав кун курман-илтмен ют çыннăн
Чури пулать, телейсĕрскер!

Бурят патне канмашкăн кĕтĕм.
Хĕр ывăнчĕ. Ĕç латлă мар.
Кĕçех пула пуçларĕ тĕттĕм.
Ăшăнтăмăр. Тăрантăмăр.

Анчах ман хаклă кашни утăм.
Бурятăн пĕр пуян хăна —
Узбек… Унпа канаш эп турăм.
Вара вăл илчĕ ачана.

«Ăна эп усрăп, çитĕнтерĕп,
Пырса та курăн», — терĕ те…
Ман кашкăр пурнăç çитермерĕ
Халичченех çав ĕмĕте…

Ах, ма вăл ар пулмарĕ-ши
Ман амăш сăн-сăпатлă хĕр?
Мĕскер мана тайга нуши!
Пĕлейĕрсĕрччĕ ак эсир —

Мĕн йывăрăш асаплă чул
Йăтса çÿретĕп эпĕ халь,
Çÿретĕп çирĕм пилĕк çул!
Чипер çĕклем-и?.. Ха-ха-ха! »


Сасартăк ватă партизан
Йÿçенкĕн, ÿкĕннĕ çын пек,
Кулса ярать, чунне татса,
Йĕмешкĕн вĕренменнипе.

Унччен те пулаймасть — хурал
Персе те çитрĕ вут хĕрне:
«Лăпланăр, йĕкĕтсем! Тура
Юлан сасси пек илтĕнет».

Отряд шăпах пулса тăрать,
Тинкерчĕ вăл утамана.
Байкал çĕре выртса тăнлать:
«Пĕр ут пулас… Пÿлес ăна!

Пăшал сасси ан тунă пултăр!
Хăвăра хирĕç хăмсарсан, —
Кинжаллăр та — йăванса юлтăр,
Чĕрех лексен — тата аван.

Çуран анса чарма мел тупăр,
Чĕлпĕртен — кап! Басмач çĕрте.
Умне — «кĕски», Çăварне — тутăр,
Çыхса пăрах та — пулчĕ те… »


Тăватă юланут — икшерĕн —
Тухса вĕçтерчĕç ик енпе.
«Ан туртăр. Кăвара тирпейлĕн
Хуплас… » — тет пуçлăх ырнă пек.

IV

Бухаран каятăн-и, айван?
Сăнчăрланас килет-им вара сан?
— Д. Руми

1

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Никам лаши те мар тура:
Рахманкулпа ыталанса —
Синкер пек, хурлăх пек хура —
Юрттарнă таркăн Айнисса.

Юрттарнă нимĕнне пĕлмесĕр,
Телей патне васканă пек.
Кам хăй юратнă — çав пĕлет-тĕр —
Çын пит пуян чун савнипе:

Ÿпле те курăнать чул çуртăн,
Чăпта та — мамăк минтерех.
Сĕм тĕттĕмре пĕр хăйă çутăн —
Çутатĕ хĕвелпе пĕрех.

Çапла калаççĕ. Эп пĕлместĕп.
Пĕлмен-тĕр Айнисса та, тен.
Басмач тени! Пĕлмен-тĕр эс те,
Пĕлсен утна хистемĕттĕн.


Байкал отрячĕн çыннисем
Пĕлесшĕн çак улах çула.
Каччи илтет. Çывхарнăçем
Утне саламатпа çулать.

Ун асĕнче те çук — ăна
Халь хĕрлисем хăваласси.
«Хĕр ашшĕ пуль аппаланать,
Ах, пархатарсăр хунькасси!

Кăвак çухаллă хезрете
Çак чечеке парасшăн-ши?
Нихçан та, ĕмĕр-ĕмĕрте
Пулмасть вăл! Çăл, туркмен лаши!

Хассан хуçан тарçисемпе
Хĕçе-хĕçĕн тăрса пăхар! »
Маттурăн куçĕ çиçĕм пек
Йĕри-тавра сапать кăвар.

Анчах ак çывăх… Çитеслех…
«Илтетĕн-и, савни? Хăваççĕ!
Аçун хуралçисем… Тинех
Сана мулла хурри тăвас-ши?.. »

Пулмарĕ ăнсăр Айнисса:
Çинçе ури кĕлипеле
Утне аяккинчен тапса
Таянчĕ тусĕ çумнелле.

Çула касаççĕ ик юлан,
Утсем сикеççĕ тигр сикнĕн.
Тарасшăн Рахманкул çултан —
Умнех тата хăпарчĕç иккĕн.

Пĕрре пемешкĕн ĕлкĕрсе,
Тыттарчĕ йĕкĕт лашине…
Йăваш пулмарĕç лешскерсем —
Кармашрĕç хĕр параншине…

Çак урăм-сурăм мăшкăла
Тÿсме пултарайманнипе
Юратнă ар выç кашкăрла
Кăшкăрса ячĕ урнă пек:

«Сире те мар, мана та мар!
Ылхан ишшан-хезретĕре!.. »
Чачван сирĕличчен вăр-вар
Кинжал майларĕ сар хĕре.

2

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Рахманкула чĕнпе çыхса,
Айниссана — виллипеле
Тăватă хĕрлĕ партизан
Çитерчĕç отряда… Мĕнле?!

Хассан хуçа карташĕ мар-çке…
Маттур йĕри-тавра пăхать:
Шлемпа та карттуспа лараççĕ,
Чалма-калпак та пур… Аха..

«Ах, пысăк йăнăш! Йăнăш, йăнăш…
Тÿрленейми эп йăнăшнă!
Ну, Рахманкул, сыхлан та тăрăш
Кĕмешкĕн çĕнĕ роль ăшне… »

«Çара янах! — тет ват Байкал. —
Ку мĕн тата? Кам ку? Апла…
Çитеттĕн пулĕ аякка,
Анчах ман урăхла йăла.

Хураллăр, ачасем, ан тартăр.
Чĕлхе кăларĕ ирпеле.
Ку çыхăнусăр-мĕнсĕр мар-тăр…
Курбан юлташ! Тĕпче. Мелле… »


Вĕлернĕ хĕр çине Байкал
Пăхса илет вут çутинче.
Тепре пăхать… Темле вăй-хал
Туртать ăна çын хушшинчен.

Туртать, çăлать темле хăват…
Çап-çамрăк, чĕмсĕр çав виле
Ăна халь, калăн, куç пăвать…
Иван тăрса пуçне силлет.

Тĕрĕсех мар вут çутипе
Ун умĕнче тахçан-тахçан
Астунă сăн çуталнă пек,
Палланă пек пăхсан-пăхсан…

Ку хĕрĕн хĕрĕ пулчĕ тен?
Пулма пултараймасть!
Ăçтан? Пурне-çукне те вăл илтмен…
Хытарчĕ кăмăлне Иван.

3

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Курбан — революционер,
Халапçă, вичкĕн мыскараçă.
Пайтах асап астивнĕскер.
Рахманкул çавна параççĕ.

«Ну, ывăлăм, — тет ват узбек, —
Килти пекех пул. Ан хăра».
Басмач, хăйне никам та тек
Хĕсĕрлеменнине кура

Шалт аптăрать. Анчах чеелĕх
Вылять ун куçĕн шăрçинче.
«Чĕле-çăвар… У! Вăл сиенлĕ!
Ĕнен сире! » — тет ăшĕнче.

Тул çутăлса килет. Такам
Кĕлле чĕнсессĕн халь ăна.
«Епле хĕвел енне пăхам? » —
Тесе яш чун асапланать.

Унтан вăл, ăçтине манса,
Пит ÿкĕнĕçлĕ тарăхпа
Аран тухан çурма сасса
Кĕвве анать çак сăвăпа:

«Рамазанта çуралакан
Ялан пулать тет аслă паттăр,
Çапла калаççĕ авалтан,
Çаплах эпир те халь калатпăр.

Рамазанта çуралакан
Мăйне çакать тет хурлăх чулĕ,
Вăл савăнмасть тет арăмран,
Ун арăмĕ — ун терчĕ пулĕ.

Аллах чап илнĕ паттăра
(Хĕçпе сăнна чипер тытма-тăр)
Ултавлă юрату парать,
Улталаканшăн — вилĕм хатĕр.

Çунатлă вилĕм паттăрта,
Çунатлă вилĕм — çивчĕ ухă:
Тăрсан та, пăрăнсассăн та —
Пĕрех ултавçă витĕр тухĕ.

Пур юрату, пур çавă, ах! —
Чуна та шăнăçмасть, юрра та,
Пур хĕрсенчен те ытларах
Эп хам вĕлернине юратăп.

Ай-яй-яй-яй, ай, Айнисса!
Куçна уçса пăхсам-и-ха:
Тÿпе сан хурлăхна курса
Пÿрне пек çыртрĕ уйăха.

Ай-яй-яй-яй, ай, Рахманкул,
Рамазанта çуралнăскер!
Пĕччен эс юлтăн, пĕлнĕ пул:
Çулу тумхахлă çав хатер!

Ирзамара тупа пăсса
Эс çĕртрĕн мăссăльман ятне.
Питне чачванпала хупса
Эс кĕтĕн чун савни патне.

Хурах та мар, басмач та мар, —
Юратнă каччă çын кăна.
Хасаварта хаяр, патвар,
Кунта — çаклантăн çÿç сăнна.

Рамазанта çуралнă эс,
Имран таврашĕ Рахманкул.
Тĕкел телей сана пĕлмест.
Хăрах эс юлтăн. Паттăр пул! »

4

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Курбан итлерĕ. Маш аллах!
Ăста та юрăçă иккен!
Юлас килмест-çке мăшкăла,
Вара пуçларĕ хăй çинчен.

Вăл юрă юрласа курман,
Анчах чăнпа паха этем.
Каласа çеç парать Курбан,
Ак ун калавĕ. Пĕт-пĕтĕм.

«Ачам! Эс çамрăкрах çав-ха,
Пиçсе çитмен арбус пек çамрăк.
Итле эс манăн сăмаха,
Тен, санăн кăмăлна эп çаврăп…

Пĕлетĕн пулĕ — Бухара
Нумай пулмасть эмир хуличчĕ.
Эмир керменĕ таврара —
Камран ыйтсан та — çын тулличчĕ.

Патшалăх ĕçĕ мар ăна —
Хĕрсем çав эмире туртатчĕç.
Ясмарлăх йăви пек кăна
Ун кил-çуртне çынсем куратчĕç.

Эпир йĕркешĕн тăтăмăр:
«Яш Бухара» текен пĕр ушкăн
Пĕрлештерсе пуçларăмăр,
Эп те пĕр ункă пекчĕ уншăн…

Анчах керменĕн айĕнче
Хура тĕрме те питĕ тарăн.
Сасартăк ирĕк çут тĕнче
Çав нÿхрепре пăчланчĕ манăн.

Пире хуптарчĕç, питĕрчĕç,
Хуралçă аллине хăварчĕç.
«Ăнмарĕ шухăш, пĕтрĕ ĕç», —
Тесе нумайăшĕ хурланчĕç.

Çÿлте, çап-çутă хутлăхра,
Киленкĕç юрă янăратчĕ.
Эпир ларан тăм шăтăкра
Йĕкехÿре сасси кăначчĕ.

Çÿлте хисепсĕр хĕр-чура
Мĕлке пек шăппăн шăвăнатчĕ,
Çĕр каçиччен пайтах ура
Эмир тавра яваланатчĕ.

Эпир çĕрне те мантăмăр,
Кунне те уйлайми пулсаччĕ.
Çаплах сĕмре лараттăмăр,
Çаплах хуралçă та çăраччĕ.

Тăм нÿрĕ, пылчăка айра,
Этем хури-мари, пур тислĕк…
Сып-сывă çын пĕр уйăхра
Пулса каятăн вилĕм тĕслĕ.

Йĕкехÿре пырса çыртсан
Тин кĕрешÿ хакне пĕлетĕн.
Чун тăвăлать. Пит тарăхсан:
«Вĕлерĕр пĕрех хут! » — теетĕн.

Ăшчик çунса хаярланать,
Кăшкăрупа тăнпуç анратчĕ.
Тепле тÿсетчĕ çурт çакна,
Тепле вăл ишĕлсе анмастчĕ.

Тата пăртакçă пурăнсан,
Путех вăл ишĕлетчĕ, ахăр.
Анчах çав кунсенче Фрунза
(Маттур этем, аллах сыхлатăр! )

Пит йышлă çарĕпе çитсен,
Эмир кил-йышĕ тухса тарнă…
Çÿлтен яраплансем çинчен
Хăватлă бомбăсем антарнă.

Çав бомбăсем таçта инçе
Тронсем ванни çинчен уланă,
Хĕвеллĕ ирĕклĕх çинчен,
Тĕрме çукки çинчен юрланă.

Хăрушă пулнă Бухара.
Хăйраннă шăл, янранă хурăç…
Çав кунсенче пире вара
Пур халăхпа çĕклесе тухрĕç.

Пире каларĕç: «Ак кермен,
Паян кунтан хуçи ун — хамăр.
Мĕскер ыйтатăр ирĕкрен?
Асапăршăн мĕскер ыйтатăр? »

Нумайăш ыйтрĕç çăкăр — «нан»,
Пире вĕри пăлав çитерчĕç,
Шерпет ĕçтерчĕçĕ, унтан:
«Тата мĕскер ыйтатăр? » — терĕç.

«Тутлăраххи те пур иккен:
Эмирĕн пысăк хĕр йăвийĕ.
Кам авланасшăн халь сиртен?
Сире пурне те пĕрер тивĕ».

Вăтанчĕç тĕрмери çынсем,
Анчах чечен парне пит çывăх.
Пур халăхпа ăна сĕнсен
Пĕр пуç çине ÿкмест вĕт çылăх.

Кашни эмирĕн витинчен
Пĕрер лаша тытса утланчĕ,
Кашнин йĕнерĕ мал енчен
Хĕр параншипеле чăрканчĕ.

Эп те сенкер çиттипеле
Пĕрне пиелесе вырттартăм.
Ку — тĕрĕк хĕрĕ, «Эдиле»
Тесе çитти çинче вуларăм.

Тасаччĕ пĕвĕ Эдилен.
Шутпа вăл пулнă пуль эмирĕн,
Тен, аллăмĕшĕ, çĕрмĕш, тен…
Ăшра эп шухăшларăм вирлĕн:

Пăртакçă сывалам кăна,
Тĕрме асапĕ çеç кăшт ирттĕр,
Эмир ăсатнă ылтăна —
Хăть тамăкри пек çулăм витĕр —

Афганистан енне каçса
Тăпăлтарса илетпĕр терĕм.
(Çав самантра маттур Фрунза
Тата нумай хула çĕнтернĕ).

Анчах пĕлсем, ачам, пĕлсем:
Çумра чипер пике пулсассăн,
Пăрахăçа тухать этем,
Хĕçне вара питех тытмастăн.

Эрне, эмир кĕлемине
Куллен-кунах кура тăркачă,
Малтан эп унăн еркĕнне
Пит астивесшĕнех те марччĕ.

Ют пекчĕ вăл. Кĕç иртрĕ чир,
Сывалтăм, кирлĕ чун уççи те.
Каланă-çке: хĕрарăм — хир,
Кам сухалать — çав ун хуçи тет.

Сухалани пулнах вара…
Йĕнерĕм шăп çулталăк канчĕ.
Çав тапхăр маншăн ялăмра
Пур вăрçă-харçă та лăпланчĕ.

Йĕри-тавра хисепĕ çук
Юланутсем вĕçсе çÿренĕ.
Басмач çине хĕрли ун чух,
Хĕрли çине басмач хÿтернĕ…

Таджик, туркмен, казах, узбек —
Çĕршыв йăлтах сиксе вĕренĕ.
Эп çеç, телейĕм çитнĕ пек,
Сенкер çиттипеле пĕркеннĕ.

Вара çапла каларăм эп:
Нÿхреп пекех иккен ман чунăм.
Кунсем хĕрÿ — эп сивĕнеп,
Кун сивĕ чух — хĕрÿллĕ пултăм.

Анчах пĕрре, пĕр ирхине,
Эп урăх шухăшпа вăрантăм.
Çумра выртан Эдилене:
«Кĕт, — терĕм те витсе хăвартăм. —

Кайса килем пасаралла,
Илемлĕ парнесем кĕт», — терĕм.
Хам чикрĕм çивчĕ кинжала,
Ута тĕреклĕ йĕнерлерĕм.

Асилтĕм аскăн эмире,
Тĕрме хĕн-асапне асилтĕм…
Хаяррăн хăйрăнчĕ чĕре,
Çиллессĕн çунăхрĕ ÿт-тирĕм.

Кунсем-мĕн киленме хушман,
Сÿнмен пулса тăшманăн вучĕ.
Унтан вара çак утăм ман
Пĕрремĕш киленÿ пек пулчĕ…

Ак эс те, эп те мăсăльман,
Анчах пĕрне-пĕри шанмастпăр.
Эп — санăн тăшману, эс — ман,
Çапла хушать халь саманамăр.

Эс çамрăк, чĕрÿпе хастар,
Анчах айван хастарлăх санăн.
Сана эп ÿкĕтлесшĕн мар,
Çакна кăна ăнлантарасшăн:

Пĕччен тĕвепеле тухсан,
Аташасран шик пур, тăванăм,
Çампа инçе çула ялан
Çынсем каяççĕ караванăн.

Эс Ирзамарăн уртинче —
Ют пуш хирти пĕччен тĕвех-çке.
Пирĕнпеле халь пур тĕнче,
Пур чухăнсем пире пĕлеççĕ.

Сана каланă-тăр: тĕне
Сыхлатпăр, тенĕ-тĕр, айванăм.
Эс пур — эмир юлашкине,
Ху сăнчăрна хăвах сыхланă.

Çи-пуçăм ман санни пекех,
Анчах чунри çулпуçăм — урăх:
Вăл Турă мар, вăл çĕр çинчех,
Мехел çитсен ăна эп курăп.

Лăплантăр акă самана,
Юсатăр çул-йĕрне тăван çĕр, —
Эп пурĕпĕр пĕрре ăна
Çитсе саламламашкăн хатĕр.

Вăл ман пекех тĕрмесенче
Хĕвел çутисĕр хĕсĕрленнĕ.
Раççей инçе, Мускав инçе,
Анчах ăна çывхартрĕ Ленин,

Çав манăн чунăмри çулпуç,
Эпир ун ирĕкне тăватпăр…
Ак кам патне эс, шăллăм, куç,
Ав пирĕн Ленин янă паттăр… »

Рахманкула Байкал енне
Курбан куç хÿрипе кăтартрĕ,
Хуралнă вутпуççисене
Патакпала тĕртсе пăтратрĕ…


«Пытарăр хăвăр йăлăрпа», —
Тесе ал сулчĕ те Иван —
Ик пысăк шурă тутăрпа
Пĕркенчĕ пĕвĕ Айниссан,

Çĕлерĕç те хĕррисене —
Çав пулчĕ тупăк вырăнне.
Тăваттăн хучĕç хул çине
Пĕр йăткăçăн тăват вĕçне…

Йăтса каяççĕ инçех мар —
Тăвайккинчи çăлкуç патне.
Хыçран утать пĕр ушкăн ар,
Йăлтах пăшаллă — сых ятне.

Тин алтнă нÿрлĕ шăтăка
Тĕпне вак чул сарса хĕре
Антарчĕç те пĕр авăка
Тинкерчĕç шухăшлăн çĕре.

Пăрахрĕç ывăç тăприне, —
Çак вырăн пултăр канлĕхе.
Чул лартрĕç вилтăпри çине
Çырусăр-мĕнсĕр. Хальлĕхе…

5

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Тÿлек çĕр. Сасă-чĕвĕ çук.
Бурхан аул шăп тĕлĕрет.
Тул çутăла пуçланă чух
Унта отряд пырса кĕрет.

Кăшт вĕркелерĕç йытăсем.
Мамăкпала ут урине
Чĕркенĕ юланутçăсем
Тытаççĕ çул Хассан патне.

Ертсе çитерчĕ Рахманкул.
Çуртне илеççĕ çавăрса.
Анчах епле эс сых ан пул —
Хапха хуралĕ турĕ сас.

Çыхса пăрахрĕç хуралçа.
Кĕреççĕ карташне, шала.
Сиксе тăрать Хассан хуçа,
Пăхать шалтан вăл тулалла.


Кушак пек йăпшăнса таçтан
Патне çывхарчĕ Ирзамар:
«Апла иккен-ха эс, Хассан!
Халь тин эп санăн хăну мар!

Эс карнă вăрттăн таната!
Сăпса йăви ку! Ме сана! »
Пăшал кĕрĕслетет шалта,
Чĕнми тăвать вăл Хассана.

«Ку — Ирзамар! — тет Рахманкул, —
Пĕлетĕп эпĕ сассинчен.
Тăхта-ха, чим кунта эс юл,
Майлатпăр час, Иван пичче! »

Курбан вăл мĕн каланине
Унтах куçарчĕ вырăсла.
Хăй пăхкалать Байкал çине:
«Мĕн калĕ, — тет, — Рахманкула? »

«Ан тартăр! Тытăр чĕрĕлле! » —
Хыçран Иван сасси кĕрлет.
Ватаççĕ алăк. Тĕпеле
Рахманкулпа виç çын кĕрет.

Икшерĕн шурĕç шалалла,
Икшерĕн икĕ енĕпе.
Чее, хăравçă кашкăрла
Шалтан такам сăнанă пек…

Сасартăк пулчĕ куç тĕлне
Арçын. Йăваш çынах пăхсан.
Персла хĕретнĕ сухалне
Ик аллипе илет шăлса:

«Ха! Рахманкул! Ытла аван
Тытатăн эсĕ сăмахна!
Сана курма эп шутламан,
Килех, килех, эс — ман хăна».

Кĕске пăшалĕ ун вăр-вар
Тухса çĕкленчĕ кĕсйинчен.
«Ме, йытă! » — терĕ Ирзамар.
Йăванчĕ Рахманкул çемçен.

«Çыхсамăр хăвăртрах хăйне! »
Пемешкĕн ĕлкĕрчĕ кăна —
Сикеççĕ виççĕн пĕр енне
Тытмашкăн вăйлă тăшмана.

Калле чака-чака тăшман
Тепре пемешкĕн ĕлкĕрет,
Çакна илтсе татах тултан
Этем кĕпĕрленсе кĕрет.

«Перетĕп! Парăн, Ирзамар! » —
Тесе Курбанĕ кăшкăрать.
Ÿкĕтлени усăллă мар
Таппа çакланнă кашкăра.

Таçтан шалтан тĕлле-тĕлле
Перет вăл çине-çине,
Кулса ылханлă Эсрелле,
Юлашкинчен перет хăйне.


Паçăртанпа шăри-шари
Янратчĕ-ха хĕрарăмсен.
Пăшал сасси йăнсан — чари
Уçаççĕ алăкне хăйсем.

Хуллен утса тухать пĕри,
Питне вăл кăтартмасть çынна.
Чачванĕ витĕр çав тери
Хăй тимлĕн тинкерсе сăнать.

Чалланă вырăсла сухал
Пăхтарнă пек çав чавчана.
Хăйне те тинкерет Байкал,
Куç пăвнă пек вăл Ивана.

Сасартăках хура чавчан
Яр сирĕлчĕ хăрах енне:
Хĕрне палларĕ партизан,
Палларĕ хĕрĕ ашшĕне.

1928—1934,
Хусан, Мускав

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s