Шÿтсем


— Ман хыççăн ним тăхтамасăр «эпĕ те» тесе пыр.

— Юрать.

— Пасара кайрăм.

— Эпĕ те.

— Шушкă туянтăм.

— Эпĕ те.

— Киле килтĕм.

— Эпĕ те.

— Ачасене шушкă патăм.

— Эпĕ те.

— Ачасем пылчăк çирĕç.

— Эпĕ те… — тесе хурать чухлайманни. Пултараканĕ урăхла тавăрса каламаллине тупать.


Пĕр çыннăн виçĕ ывăл пулнă. Асли Тăвар ятла, вăталăххи Хăмла ятлă, кĕçĕнни Кисĕп ятлă пулнă.

Пĕрре ашшĕ каланă: «Тăвар ывăлăм, лаша шăварма кай-ха», — тенĕ. Ывăлĕ каланă: «Эй, атте, пĕр касă çумăр килĕ те ирĕлтерсе ярĕ мана», — тенĕ. Унтан ашшĕ: «Хăмла ывăлăм, лаша шăварма кай-ха», — тенĕ. Ывăлĕ: «Эй, атте, пĕр касă тăвăл килĕ те вĕçтерсе кайĕ мана», — тенĕ. Унтан ашшĕ: «Кисĕп ывăлăм, лаша шăварма кай-ха», — тенĕ. Кисĕп ывăлĕ: «Каяс!» — тенĕ. Кисĕп не илнĕ те лашисене: «Чыш, кисĕп, чыш, кисĕп!» — тесе пынă.

«Чыш, кисĕп!» тенĕ май юмах калаканĕ итлекенсене «кискелесе» иленçи пулать. Е аслă тăванĕсем çинчен каласа пĕтерсен юмах калаканĕ: «Тата кам юлчĕ-ха?» — тесе ыйтать. Кам та кам: «Кисĕп!» — тет, ăна тĕрткелеççĕ — «кисеççĕ».

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.