Ача Чухнехи ][ Трубина Мархви 3


 

Кантуртисем Килни

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Виççĕмĕш кун çинче, ирхине, староста Куçук Петĕрĕ яла урам шăлма хушрĕ: кантуртисем килеççĕ терĕ. Кашни кил тĕлĕнче тусан мăкăрлана пуçларĕ. Эпир те аппапа хамăр тĕле шăлатпăр. Пунеттейсем, çĕнĕрен килнĕ стражниксем хурал пÿрчĕ таврашĕнче çÿреççĕ. Староста лара-тăра пĕлмест: урампа пĕр анаталла анать, пĕр тăвалла хăпарать — вăрăм пÿллĕ, çинçе ураллăскер, хăвăрт уткаласа çÿрет.

Кăнтăрлапа халăх пухăна пуçларĕ. Çанталăк ăшă пулин те арçынсем мĕн те пулсан тăхăннă: хăшĕ — шупăр, хăшĕ — сăхман, пуçа — килти çăм шлепке, карттус, урисенче — шурă пир тăла, çăпата.

Çтаппан пиччесен тĕлне хĕрарăмсем пухăнса тăнă. Улля аппа, сарăхнă пит-куçлăскер, хурлăхлăн калаçать:

— Стражник икĕ талăк ытла Çтаппан туйран таврăнасса сыхларĕ, паян ирхине тытса хупрĕ. Çĕпĕре яратпăр тет. Мăкаçее вут тĕртекен эсĕ тет. Туя кайнă çын мĕн вăхăтра вут тĕртме пултарнă-ши?

Хĕрарăмсем Улля аппана йăпатасшăн, унпа ăшшăн калаçаççĕ, Çтаппана часах кăларса ярасса шантараççĕ.

Аялти урамра шăнкăрав сасси илтĕнчĕ. Икĕ шурă лаша кÿлнĕ тăрантас курăнчĕ.

— Кантуртисем килеççĕ, — терĕç хĕрарăмсем пĕрин хыççăн пĕри пăраха-пăраха кайса. Кантуртисем тусан мăкăрлантарса хурал пÿрчĕ патнелле çул тытрĕç.

Кантур ямшăкĕ, хура пĕчĕк çын, тилхепине карăнтарса лашисене сарай умне çавăрса тăратрĕ. Шăнкăрав сасси шăпланчĕ. Пухăннă çынсем тиекпе старшинана карттусĕсене, шлепкисене илсе пуç тайрĕç. Лешсем хăйсен карттусĕсене кăшт йăтăм пек туса илчĕç те тăрантас çинчен анма çĕкленчĕç. Малтан старшина, ярăм пÿллĕ, ватах мар илемлĕ çын, çăмăллăн сикрĕ, вара тăрантас айккине чалăштарса кĕске мăйлă лутра тиек йăраланса анчĕ. Иккĕшĕн те вĕсен хура пустав тумтирĕсем тусанланнă: çурăмĕсем шурă курăнаççĕ. Староста вĕсем патне йăпăр-таттарса пычĕ те малтан тиекĕнне, вара старшинан тумтирне аллипе çăмăллăн çапкаласа, сăтăркаласа тасатса ячĕ. Юлашкинчен пĕр ывăç курăк татса вĕсен аттисене шăлса илчĕ. Касак Ваççи те старостăпа пĕрлех явкаланса çÿрет.

Старшинапа тиек сарайне кĕчĕç, ятарласа хатĕрленĕ сĕтел хушшине ларчĕç. Кантур ямшăкĕ ларчăк айĕнчен хура кĕнеке илчĕ, ăна тиек умне пырса хучĕ.

Халăх пухăннăçемĕн пухăнать. Кукаçи те кĕççе шлепкине лапрах лартса васкаса çитрĕ. Вăл юр пек шупăр тăхăннă, çĕнĕ пир тăла тата якалса кайнă хурама пушăт çăпати сырнă; туйипе таклаттарса халăх хушшине кĕрсе кайрĕ.

Аннерен пулштух ыйтакан стражник хурал пÿртне уçрĕ. Манăн чĕре кăрт турĕ. Малтан Çтаппан пиччепе атте тухрĕç, каярах, пăртак тайкаланса, — Иван пичче. Старостăпа стражник виççĕшне те халăх умне тăратрĕç. Тиек сĕтел нхушшинче калама тытăнчĕ. Çынсене çара пуçăн тăмаллине пĕлтерсе старшина аллипе кăтартрĕ. Пурте карттусĕсемпе шлепкисене хыврĕç.

— Халăх! Нумай пулмасть çак çынсем мăкаçее вут тĕртсе çунтарса янă, халăх тыррине пĕтернĕ. Эпир çав тырра халех валеçсе парасшăнччĕ, халăхран пухнă тырă пулнă вăл, ăна çак вăрă-хурахсем халăха хĕрхенмесĕр çунтарса янă. Эпир паян çак çынсене Çĕпĕре яма приговор çыратпăр!

Сĕм вăрманти йывăçсен тăррине çил килсе кашлаттар-нă пек халăх кĕр! кĕрлерĕ. Нумайăшĕ шлепкисемпе карттусĕсене каялла тăхăчĕç.

— Кам курнă çак çынсем мăкаçее вут тĕртнине? — илтĕнчĕ пĕр сасă.

— Кам курнине сăнтан ыйтмаççĕ, — терĕ староста.

— Çтаппан килте те пулман, мĕнле мăкаçее вут тĕртме пултарнă-ши вăл? — ыйтрĕ Хăюллăрах тепĕр сасă. Хусканчĕ халăх. Хаяр сасăсем ытларах илтĕнме пуçларĕç. Унтан та кунтан пăтăр-патăр калани киле-киле çапăнать.

— Мăкаçейĕ пушах пулнă вĕт! Шăлса тасатнă!

— Выртмари ачасем Шĕшлĕ арманне турттарса пынине курнă!

— Халăх выçă вилтĕр, пуян вăрласа пуйтăр!

Тиекпе старшина сĕтеле çапма пуçларĕç.

— Мĕн ку? Бунт! — кăшкăрать тиек.

— Кам калать Шĕшлĕ патне тырă турттарнă тесе?! — мăйне тăсса питĕрленет староста.

Тиек аллине сĕлтрĕ те, çавăнтах икĕ стражник, сăнчăртан вĕçерĕннĕ йытăсем пек, халăх хушшине вăркăнчĕç.

— Саккуна хирĕç-и?

— Тĕрмере çĕртетпĕр! Çĕпĕр! Çĕпĕр!

Пĕр самантлăха çынсем каялла чакрĕç, хумханчĕç, шăй-шай турĕç.

— Халăх! — илтĕнчĕ Çтаппан пиччен çилĕллĕ сасси.

— Çăвар ан уçнă пул! — хăмсарчĕ чышкипе ун çине тиек.

— Калатăр Çтаппан! Калатăр! Шелаем! Çтаппан калатăр! — янăраса кайрĕ нумай сасă.

— Арестован! Молчать! — каллех сĕтеле чышса кăшкăрчĕ тиек.

— Калатăр Çтаппан! Ан чарăр! Калатăр! — сĕрлерĕ халăх татах хумханса илсе.

Çтаппан пичче калама тытăнчĕ çеç, икĕ стражник ун патне сиксе те ÿкрĕç, ăна хурал пÿртнелле сĕтĕрме тытăнчĕç, чышаççĕ, тапаççĕ. Çтаппан вĕсене шăлне çыртса тĕрте-тĕрте ярать. Вунă-вун икĕ çын ун патне пулăшма вăркăнчĕç. Чи малта хĕрлĕ кĕпе курăнчĕ. Ку тимĕрçĕ Гаврила — хăйĕн пысăк чышкисемпе, авăн çапнă пек, стражниксене илет те илет — лешсем чăтаймарĕç, тĕшĕрĕлсе анчĕç. Çавăнтах икĕ стражника пĕççи-каççинчен тытса çынсем нумайрах çĕре сĕтĕрсе кĕчĕç, кăшкăрса, ахăрашса тепĕр хут ислетме тытăнчĕç. Халăх хаяррăн кĕрлесе хумханса тăрать…

Старшинапа тиек сĕтел хушшинче пĕр-пĕрин çумне лăпчăнса тăнă. Ваççапа унăн тăванĕсем тата старостăпа тиек старшина патнелле шăвăнаççĕ. Çурхи шыв тулса Çырана çапăннă пек, халăх сасартăк сарай çывăхне кĕрлесе пычĕ, сĕтел йăванса кайрĕ, пăшал сасси илтĕнчĕ. Эпĕ питĕ хăраса киле тарса кĕтĕм. Пăшал сасси татах кĕрĕслетрĕ. Эпĕ кăшт тăрсан чÿрече патне пырса лартăм. Халăх çаплах кĕрлет. Сасартăк шăнкăрав сасси илтĕнчĕ. Урамалла пăхрăм. Кантуртисем лашисене асар-писер чуптарса анаталла анса кайрĕç.

Каç пуласпа, халăх салансан, эпĕ пусса тухса пăхрăм. Хурал пÿрчĕ таврашĕнчи курăк таптанса хуралнă. Вырăнĕ-вырăнĕпе тусан тухнă. Сарай хыçĕнче лав тăрать. Унтах виçĕ-тăватă çын пур. Утă тултарнă урапа çинче юнлă питлĕ стражниксем выртаççĕ. Çынсем лашана хуллен Уттарчĕç, ял хыçĕпе кайрĕç.

Каçхине пирĕн кил-йыш лаçра пухăнса ларнă. Атте киле килнĕшĕн эпир çав тери хĕпĕртенĕ. Пиччепе атте паян мĕн пулса иртни çинчен калаçса лараççĕ. Атте йывăррăн сывлать, сылтăм алли шурă тутăр çинче çакăнса тăрать.

Анне тăвар килли çинче сухан тĕвет. Аппапа иксĕмĕр пиçнĕ çĕр улми шурататпăр. Татах тытса хупасран хăраса эпир аттене ăçта та пулин тарма сĕнетпĕр.

— Ăçта тарас-ха манăн? Айăплă пулсан тарни те юрĕччĕ.

— Ыран земскипе становой килмелле теççĕ, — пĕлтерчĕ пичче. Анне хыпăнса ÿкрĕ.

— Ах тур! Ăш хыппи! Ыррине кĕтмелли çук ĕнтĕ! Пирĕн еш çынсене пĕр айăпсăрах пĕтереççĕ! — терĕ вăл аллисене лаштах ярса.

— Тен, пĕтермĕç-ха, — терĕ пичче, — мăкаçее камсем çаратни, вут тĕртни çинчен Çтаппан питĕ тĕплĕн çырса Шупашкара яратăп терĕ. Тен, Шĕшлĕпе унăн ушкăнне айăплĕç.

— Вăл тĕрĕс, — вăраххăн сывласа каларĕ атте.

Аппапа иксĕмĕр çĕр улми шуратса пĕтертĕмĕр, чашăк çине турарăмăр, анне çĕр улми çине тÿнĕ сухан, сивĕ квас ячĕ — пулчĕ пирĕн каçхи апат.

Апатланнă хыççăн пичче, аппа, эпĕ хамăр ума урама тухса лартăмăр.

Ялта шăп. Паян Энĕш хĕрринчи йăмрасем айĕнче юрлани, кулни, алă çупса ташлани илтĕнмест.

* * *

Тепĕр кун эпĕ вырăн çинчен тăраймарăм: темĕн сăлтавпа чирлесе ÿкрĕм, вара тăватă кун хушши пуçа çĕклеймесĕр выртрăм.

Пĕррехинче, тĕлĕкре тейĕн, Укахха карчăк кăххăм! кăххăм! ÿсĕрсе ларнине илтетĕп.

— Ăншăрт ÿкнĕ ачана, эмеллес пулать. Хурал пÿрчĕ патĕнче çынсем тÿпелешнине курнă пуль-ха, — тет юмăç.

— Çук, шăнса чирленĕ пулмалла, — тет анне.

Карчăк хăйĕннех:

— Кăмпапа тĕтĕрсе пăхар, — тет.

— Кирлĕ мар.

— Çинчех эмеллемесен сывалаймасть-çке.

— Сывалаймасан тухтăра каятпăр.

Карчăк тем мăкăртатрĕ те туйипе тăклаттарса кăмăлсăррăн тухса кайрĕ.

Эпĕ пиллĕкмĕш кун çинче ура çине тăтăм. Анне мана пирĕн аттене, Шулли Иванне, Çтаппан пиччене, тимĕрçе тата вĕсемпе пĕрле çичĕ çынна тытса хупни çинчен каласа пачĕ. Яла земски начальникпе вун икĕ стражник килнĕ, халăха пухса нумай çынна хĕненĕ терĕ. Анне кунĕн-çĕрĕн йĕнипе вырăнпах выртакан пулчĕ. Аппан хура куçĕ йĕпенсех тăрать. Пичче те пит салху, ырханланса кайнă.

Кукаçи пылĕ

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Эпĕ шăналăка сирнĕ те пăхса выртатăп. Кил картине уйăх çути кăшт çутатать. Пиччепе кукаçи пахча калинккинчен шурă витнĕ япала йăтса кĕчĕç, ăна кĕлет умне лартрĕç. Ку — пыл катки. Пиччепе кукаçи лаша кÿлчĕç, каткана улăм хунă урапа çине вырнаçтарчĕç, вара кукаçи лашана çавăтса кил картинчен майĕпен тухса кайрĕ.

Тепĕр кун кăнтăрлапа кукаçи çавăрăнса килчĕ. Вăл хапха уçса ярсанах эпĕ, йÿçĕ шăршă саракан эрĕмутипе алкум шăлаканскер, ĕçе пăрахсах ун патне чупса пытăм.

— Мĕнле хыпарпа килтĕн, атте? — ыйтрĕ лаçра салма çăрса тăракан анне. Чусталлă аллисене саппунĕпе сăтăркаласа вăл кукаçи патне тухрĕ.

— Ырă хыпарпа килтĕм, — терĕ старик шĕвĕркке сухалне якаткаласа. — Земскине патăм. Ай, сăхă-çке, хăямат, тата çук-и тет.

Анне савăннипе хумханса ыйтрĕ:

— Хăçан киле çитĕ-ши Мĕтри?

— Суд пулсан Иванпа иккĕшне те кăларса яратпăр терĕ. Ыттисене Çĕрпÿри тĕрмене илсе каяççĕ, унтан — Çĕпĕре.

— Сучĕ хăçан пулать-ши? — тĕпчет анне.

— Нумая ямаççĕ пулĕ. Астăвăр, эпĕ Куславккана пыл кайса пани çинчен сăмах ан тухтăр… Пуринчен ытла эсĕ, пĕчĕкки, ан пакăлтатса çÿре, — шĕвĕр пÿрнипе Юнарĕ мана кукаçи.

Вăл мана çапла калани килĕшмерĕ, анчах эпĕ уншăн кÿренсе тăмарăм, атте килет тенипе савăнса юрла-юрла алкумне шăлма тытăнтăм.

Вунă-вун икĕ кун иртрĕ пулĕ. Пĕррехинче Анукпа иксĕмĕр пирĕн пÿрт айккинче сулхăнра кăвак çĕтĕкрен пукане кĕписем çĕлесе ларатпăр. Теплерен пуçа çĕклесе пăхрăм та аялти урамран пирĕн атте утса килнине курах кайрăм. Часах сиксе тăрса кил картине кĕтĕм. Пичче лупас айĕнче çава аври лартать. Аппапа анне кĕлетре кĕпе-йĕм тыткалаççĕ. Атте килет тесе каласанах пурте урама сиксе тухрĕç. Атте Çтаппан пиччесен тĕлне çитнĕ, васкаса утать, анчах вăйран сулăннă пирки утти ÿсĕнмест. Эпĕ ун патне чупрăм. Вăл шывланнă куçĕпе пăхса мана Çурăмран лăпкаса илчĕ. Аннепе аппа куçĕсене шăлкаласа тăраççĕ. Пичче хумханнипе хăвăрт сывлать…

Кил картине кĕрсенех атте кĕлет умĕнчи вырăн çине тăсăлса выртрĕ. Вăл пит ырханланса кайнă, пуçĕ çинче кăвак çÿç пĕрчисем йышлăн курăнаççĕ, тути хăпаланнă.

Эпир çапла атте патĕнче тăнă чухне кил картине Улля аппа кĕчĕ.

— Сирĕн хĕпĕртĕк пулчĕ, манăн хăçан пулĕ-ши?

— Пулĕ-ха, — терĕ атте вăйсăр сассипе.

Кăшт выртсан вăл тăрса ларчĕ, Çтаппан пичче çинчен: «Вăл сывах, тен, ăна та кăларĕç акă», — тесе каласа пачĕ.

Каçалапа кукамай талкăшса çитрĕ. Вăл атте валли чĕреспе турăх тата çур хăпарту илсе килнĕ. Атте лаççа кĕрсе апата ларчĕ.

Атте килнĕшĕн эпĕ епле савăннине каласа та пĕтерес çук. Паян каçхине пиччепе аппа шурă кĕпесем тăхăнса, çĕнĕ çăпата сырса вăйă пухăннă çĕре кайрĕç. Аттепе анне вĕсем тухса кайнине кăмăллăн пăхса юлчĕç.

Çанталăк уяр, шăрăх та тÿлек тăрать. Ирхине-каçхине кăвак тÿпе тăп-тăрă. Кăнтăрлапа çутă тăрăллă шурă пĕлĕтсем курăнкалаççĕ, каçалапа вĕсем шăрăх сывлăшра ирĕлсе кайнă пек таçта кайса çухалаççĕ. Каçхине те, çĕрле те ăшă. Пусă енчен çил вĕрсен тырă шăрши килет: ыраш шăркана ларнă. Утă вăхăчĕ çывхарать.

Халиччен тимĕрçĕ лаççи ялан уçă пулаканччĕ, унта иртен пуçласа каçчен шаккани илтĕнетчĕ. Ĕç умĕн çава туптама е çурла шăллаттарма Гаврила патне куллен çынсем пухăнатчĕç, черет кĕтсе лаç патĕнчи çерем çинче уни-куни калаçса ларатчĕç, халĕ унта никам та пымасть. Лаççине те тутăхнă çаврака çăрапа питĕрнĕ. Кунтан иртмессерен манăн чун хурланать.

Çуллахи ăшă кунсенче хамăр урамра кĕсле сасси янăратчĕ. Халĕ Улля аппа чÿречине те уçмасть. Вăл пĕрре урама тухса ларнине курсан эпĕ ун патне пырса йăпшăнтăм.

— Çук ĕнтĕ Çтаппан пиччÿ, — тет вăл тĕксĕмленнĕ куçне шăлкаласа, — кĕслине те паян пĕр пăт çăнăхла Чăрăшкасси çыннине парса ятăм.

Манăн йĕрес килет.

Наçтиç каласа пани

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Утта тухас умĕн пĕр кунхине пиччепе аппа пахчăра çерем çинчи курăка тата карта хĕррисене çулса пăрахрĕç. Тепĕр кунах вĕсем ят ути çулма Малти шур текен çăрана кайрĕç. Атте киле юлчĕ: стражниксем хĕненипе вăл хулран аманнă, халĕ ниепле те ĕç тăваймасть. Хул калакĕ тата кăкăрĕ ыратать ун, час-часах юнлă суркалать.

Пĕр-икĕ кунтан эпир аннепе пахчари утта пуçтарма тытăнтăмăр. Эпĕ тутлă шăршă паракан утта кĕреплепе тураса пĕчĕк купасем тăватăп, анне çав купасене çÿлти сарайне йăтать.

Эпир ĕçленĕ хушăра пирĕн пата карта урлă каçса Касак Ваççи арăмĕ Наçтиç пычĕ. Хăйĕн куç айĕ кăн-кăвак, янахĕ çинче кĕсенленнĕ суран пур. Çывăха пырсанах Наçтаç вăраххăн сывласа илсе:

— Ваççа сире сиен тунине шухăшласан манăн сирĕн пата килме те ырă мар, анчах чун чăтмасть, — терĕ. — Халиччен, Праççи инке, санпа калаçса ăшăма пусарса пурăннă. Ваççа юрăхсăррине пула манран ан сивĕн.

— Мĕншĕн сивĕнсе пурăнмалла? — терĕ анне. — Пирĕн иксĕмĕр хушăмăрта нимĕнле киревсĕрлĕх те пулман вĕт. Мĕншĕн пирĕн пĕр-пĕрне çилленсе пурăнас?

— Çапла шухăшлатăп çав эпĕ те, — терĕ Наçтиç.

Вĕсем аннепе иккĕшĕ карта хĕррине, çемçе утă çине, ларчĕç. Наçтиç татах вăраххăн сывласа илчĕ.

— Мĕтри пăяхам тĕрмерен хăтăлнăшăн Ваççа питĕ тарăхать. Тĕрмере çĕртес тенĕччĕ Лариван Мĕтрине тет, пулаймарĕ шухăшланă пек тет. Мĕншĕн кураймастăн эсĕ Мĕтри пăяхама терĕм те, вăл мана питрен чышса пĕтерчĕ, янаха шĕшлĕпе тăрăнтарчĕ.

— Мĕншĕн кураймасть-ха пире Ваççа? — ыйтрĕ анне.

— Темшĕн, кам пĕлет, — терĕ Наçтиç, — питĕ усал чунлă çын вăл. Пĕтересчĕ-ха Мĕтрине, ани-çаранне хам алла çавăрса илесчĕ тет.

— Мĕншĕн пире выçă лартасшăн вăл?

— Ана-çаран пысăк пайта парать тет. Шĕшлĕ пек пуян пуласчĕ, чухăн çын хисепре мар тет. Хура пÿртрен тухасчĕ, пăхса çеç тăччăр ял-йышсем, Иванюк пек пысăк пÿрт лартатăп тет.

— Ăçтан тупĕ-ха вăл ун чухлĕ укçа?

— Шĕшлĕ çине шанать, унăн куссипе кусать. Ваççа Пуянсене сутăнман пулсан мăкаçейри тырă та Шĕшлĕ арманне анмастчĕ.

— Ăçтан пĕлнĕ эсĕ ăна? — ыйтрĕ анне.

— Ваççапа Шĕшлĕ калаçнине илтрĕм, — терĕ Наçтиç.

— Чăнах-и? — тĕлĕнчĕ анне.

Наçтиç унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ те çурма саспа калама тытăнчĕ:

— Çăва тухсан-ха вăл пĕр каçхине мана Ваççа хĕнеме тытăнчĕ, эпĕ пусма айне пытанса лартăм. Шырарĕ-шырарĕ хайхи, алкум картлашки çине пырса ларчĕ, чĕлĕмне чĕртрĕ. Туртать. Чылай вăхăт иртрĕ. Çур çĕр те çитсе пычĕ пуль, автансем те авăтса илчĕç. Сасартăк хапха сасси пулчĕ, вара кил картине атăллă çын таплаттарса кĕни илтĕнчĕ. Кам-ши ку тетĕп. Сассинчен палларăм: Шĕшлĕ. Вăл та алкум картлашки çине ларчĕ, акă калаçма тытăнчĕç. Уни-куни çинчен вакласа ларнă хыççăн Шĕшлĕ хăй мĕншĕн килнине палăрта пуçларĕ. «Ваççа, — тет, — эсĕ кăçал çын анисене тара илсе акрăн, питĕ лайăх вĕт? » — «Лайăх, — тет пирĕн Ваççа, — эсĕ пулăшнипе пулчĕ вăл». — «Ăслă çын эсĕ, Ваççа, хăвна ырă тунине манмастăн, çавăнпа эпĕ сана тата… Пуяс килет-и санăн? » — тет Шĕшлĕ. Ваççа калать: «Камăн пуяс ан килтĕр? — тет. — Кашни çын авантарах пурăнасшăн вĕт… » — «Итле, — тет Шĕшлĕ, — мăкаçейре çич çĕр пăт ытла тырă выртать. Кăçал çăнăх хаклă… Шанчăклă çынсем çав тырра ман армана турттарса паратпăр теççĕ. Эпĕ ун пирки кантуртисемпе татăлнă. Тырă ман армана лекнине халăха пĕлтермелле мар, çавăнпа эпир тырра мăкаçейрен турттарса пĕтерсенех пуш хуралта вут тĕртсе çунтарас тетпĕр. Санăн ĕç çакă пулать: пусă хĕрринчи урамри пĕр-пĕр çынна мăкаçее вут тĕртнине куртăм те. Çапла тăвас пулсан эпĕ сана халех вунă тенкĕ кăларса паратăп», — терĕ Шĕшлĕ. — «Саншăн, Егор Лариваныч, эпĕ тем тума та хатĕр. Эсĕ хушнине эпĕ тăватăп», — терĕ пирĕн Ваççа. — «Кам çине каласшăн-ха эсĕ мăкаçее вут тĕртнĕ тесе? » — ыйтрĕ Шĕшлĕ. Пирĕнни каларĕ: «Çтаппан çине калама пулать. Кама май килет, çавăн çине калатăп». — «Юрĕ, ху чухла унта, — терĕ Шĕшлĕ. — Мăкаçейрен тырă турттарнă вăхăтра эсĕ пусăра çÿре — сыхлăх кирлĕ». Вара Ваççа виçĕ-тăватă çĕр лаша çитернĕ пек пулса пусăра, мăкаçей таврашĕнче çÿрерĕ. Мăкаçей çуннă çĕр Ваççа Мĕтри пăяхама пусăран Мархвапа килнине курнă та хĕпĕртесех кайнă: уншăн мăкаçее Мĕтри вут тĕртнĕ тесе калама май пулчĕ, вăл Мĕтри мăкаçей çулĕпе утса килнине хам куртăм тет. Çапла вара Ваççа сăмаххипе Мĕтри пăяхама тытса хупрĕç.

— Вут тĕртекенни кам пулнă-ши вара? — ыйтрĕ анне.

Наçтиç шухăшласа аса илнĕ хыççăн çапла каларĕ:

— Мĕн ятлăччĕ-ха вăл, Паланкасси çынни, тĕрмерен тарса килнĕскер? Çав çынна Шĕшлĕ виçĕ тенкĕ панă. Лешĕ тепĕр каç килсе мăкаçее вут тĕртсе янă. Ваççа хăй каласа кăтартать, мухтанать вăл Шĕшлĕ таврашĕсем хăйсен киревсĕр ĕçне чеелле тума пĕлнипе.

— Ах, — терĕ анне питĕ тарăхса, — мĕн чухлĕ асап турĕ пире Ваççа. Мĕтри эрне хушшинче нумай кăвакарчĕ. Ĕмĕрлĕхех чăлах юлать пулĕ: стражник хĕнесе хул шăммине амантнă унне. Утă патне каяс çын килте ларать.

— Усалтан ырă тухмасть тетчĕ пирĕн асатте, — терĕ Наçтиç.

— Тĕрĕс вăл сăмах, Ваççа çинчен каланă пекех туйăнать, — терĕ ман анне.

— Хам та çаплах калатăп, ялан вăрçă-тивĕçĕ, çынна курайманни — пĕтĕмпех санран тухать тетĕп Ваççана. Апла каласан мана татах хĕнесе пăрахать. Е хама, е Ваççана вĕлер тесе турра кĕлтăватăп, турри те илтмест мана. Çаплах тарăхса пурăнатăп.

Наçтиç питне-куçне тутăр вĕçĕпе шăлкаласа илчĕ те карта урлă каçса хуллен килнелле утрĕ. Эпир аннепе ĕçе тытăнтăмăр.

Хĕвел кăнтăрлара. Шăрăх. Атăл еннелле çутă сывлăш юхăмĕ хумханса вĕлтĕртетет. Улăхра шап-шурă халăх. Çавасем хĕвел çинче йăлтăртатса илеççĕ, юрă янăра-янăра каять.

Сывă пулăр!

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Çтаппан пичче амăшĕ Улля аппа ывăлне тытса кайнăранпа вырткалать, урама та сайра тухать. Эпĕ ăна кунне пĕр çĕклем шыв кÿрсе паратăп, пусăран эрĕм-ути хуçса килсе урайне шăлатăп. Карчăк мана питĕ юратать, час-час Çурăмран лăпкаса илет.

Пĕрре Улля аппа мана:

— Эпĕ сана пĕр ĕç хушасшăн, асту, никама та ан кала, — терĕ.

— Никама та каламастăп. Мĕнле ĕç?

— Çтаппан пиччÿне апат леçтересшĕн.

— Килнĕ-и, ăçта вăл? — хĕпĕртесе ыйтрăм эпĕ.

— Ан шарла, асту, вăл пытанса çÿрет.

— Ăçта çÿрет?

— Кирек ăçта та çÿрет пулмалла. Çĕрпÿ çулĕ çинчен тарсан вăл киле килчĕ, Касак Ваççи тыттарса ярасран хăраса нумай та тăмарĕ, тухса кайрĕ. Вăл тимĕрçе кĕтет, иккĕш пĕрле аякка тарасшăн. Лешĕ халь ватă амăшне курма Шупашкара кайнă.

— Апатне ăçта леçмелле? — ыйтрăм эпĕ.

— Киремет çырмине. Пĕлетĕн-и эсĕ çав çырмана?

— Пĕлетĕп, пĕркун эпĕ кукамайсен чĕчĕ пăрушне çавăнта кайса тупнăччĕ.

— Çырмара çăл тĕлне пĕлетĕн-и?

— Пĕлетĕп, чул хушшинчен шăнкăртатса юхать.

Киремет çырми хÿтĕ вырăн, йĕри-тавра ыраш, çырминче йывăç тĕмĕсем пур, пытанса ларма аван. Çтаппан çавăнта çăл патне тухма пулнă иккен, апата та çавăнта илсе пыма хушнă.

— Каятăн апла? — ыйтрĕ тепĕр хут Улля аппа.

— Каятăп.

— Хĕвел анса лариччен Киремет çырмине çит, тĕттĕм пуличчен киле çаврăнмалла пултăр. Çырма хĕрне çитсен путене пек авăтса ил, вара Çтаппан пиччÿ сана шăхăрса сас парĕ. Ăнлантăн-и?

— Ăнлантăм.

Çапла калаçса илнĕ хыççăн Улля аппа пĕчĕк хутаçа виç-тăватă хăяр, сухан, пиçнĕ çĕр улми, çăкăр чикрĕ те мана тыттарчĕ.

— Асту, Касак Ваççи ан асăрхатăр: вăл пирĕн тăшман.

Эпĕ хутаçа хул айне хĕстерсе кил картине тухрăм, Ваççа курмасть-и тесе урлă-пирлĕ пăхкаласа илтĕм. Никам та куç тĕлне пулмарĕ. Карта хĕррипе лăпчăнса уялла чупрăм.

Хĕвел анса ларнă. Пĕлĕт хĕрри çеç çутă курăнать. Пусăра шăп. Эпĕ ана пуçĕпе Киремет çырми патнелле утатăп. Тула пуçланă ыраш пуçĕ çĕрелле усăннă. Иртсе пынă чух пучахсем пуçран, хулпуççинчен перĕне-перĕне юлаççĕ. Чылай утрăм, хайхи çырма хĕрне çитрĕм. Пăхатăп — леш енче икĕ стражник çÿре параççĕ. Эпĕ часрах ыраш ăшне чăмса лăпчăнтăм, хытă хăранипе сывламасăр пăшкаса ларатăп. Вăхăт чылай иртнĕ пек пулчĕ. Ыраша сирсе çырма хĕрне тухса пăхрăм. Стражниксем пĕр тĕмĕ çывăхне ларнă та темскер калаçкалаççĕ. Тĕттĕм пуличчен эпĕ киле çитес тенĕччĕ. Çĕрле хăратăп. Пуçа тĕрлĕ шухăш кĕре пуçларĕ. Часрах килелле Чупас килчĕ. Мĕншĕн килтĕм-ши тесе тăрăха пуçларăм. Каялла каяс пулсан икĕ çухрăма яхăн утмалла.

Мал енчен тĕттĕмленсе киле пуçларĕ. Çĕрле мана арçури, шуйттанĕ, тухатмăшĕ тытма пикенĕç. Мĕн курăп-ши вара? Мĕнле хăтăлăп вĕсенчен? Арçури кăтăкласа, вутпа вĕселесе вĕлерет теççĕ. Шуйттан шыва сĕтĕрсе каять те лаша туса çÿреме тытăнать. Тухатмăшĕ çынна качака е сурăх тăвать те, хăй кашкăр пулса çисе ярать. Киремет çырминче арçури алхасса çÿрени çинчен эпĕ хамăр кÿршĕсенчен сахал мар илтнĕ. Плаки аппа та пĕрре çапла каласа панăччĕ. Унăн сурăхĕ çухалнă пулнă. Вăл кунĕпе ăна шыранă — тупайман. Юлашкинчен, каç пулсан, вăл сурăхне шыраса Киремет çырмине пырса тухать. Пăхать: пĕр тĕлте çап-çутă. Ак тамаша! Мăйракаллă арçури вут çине пĕр ачана çакнă та çатăртаттарса çунтарать. Плаки аппа çавна курсанах сехрине хăпартса килелле чупнă тет.

Çакна аса илтĕм те тата ытларах шиклене пуçларăм. Халĕ ĕнтĕ чылай тĕттĕмленчĕ. Йĕри-тавра пăхкалатăп. Акă ыраш ăшĕнчен темĕн хура курăнса кайрĕ. Шартах Сикрĕм, чĕтреме пуçларăм. Мăйракаллă, пысăк сăмсаллă, аллисене саркаласа тăрать, çăварĕнчен вут тухать. Ах! Хăрушă-çке! Çаврăнса пăхмасăр тарас килет, анчах хăруш япала сукмак хĕрринчен инçе мар. Мĕн пулĕ, мĕн килĕ, каям тетĕп. Тăтăм та пиллĕк-улттă ярса пусрăм. Хайхи, мана хăратаканни, эрĕмути тĕмĕ пулах кайрĕ. Кунта эрĕм-ути пуррине хам та çав самантрах аса илтĕм. Чĕре лăштах кайрĕ. «Текех хăрас марччĕ ĕнтĕ», — шутлатăп хам ăшăмра. Çырма леш айккинчи стражниксем аран-аран курăнаççĕ, вĕсем, икĕ мĕлке пек, аялалла, çырма вĕçнелле, анса кайрĕç, часах курăнми пулчĕç. Эпĕ те Тĕмсем хушшипе майĕпен çырма тĕпне антăм. Шăп. Сас-чĕвĕ çук. Çăл шăнкăртатса юхни кăшт илтĕнет, тата инçе мар шăрчăк чĕриклетет.

Эпĕ, путене пек, малтан хуллен, вара хытăрах авăтса илтĕм. Кăшт тăрсан çил шăхăрнă пек сасă илтĕнчĕ. Çăл патнелле пытăм. Тепĕр самантран Çтаппан пичче ман паталла çăмăллăн чупса анчĕ.

— Мĕнле, хăрамарăн-и? — ыйтрĕ вăл васкарах.

— Хăрамарăм, — паттăрланса каларăм эп ăна хутаçа тыттарса.

Çтаппан пичче çăл патне ÿпĕнсе аллисене тата питне çурĕ, çăварне чÿхесе тăкрĕ, вара, пĕчĕк тутăрпа шăлăнса, çиме тытăнчĕ.

— Кайрĕç-ха патша йыттисем. Эпĕ ыраш ăшĕнче выртнă чух мана çырмара кунĕпех шырарĕç. Кашни тĕм айне сирсе пăхрĕç, — терĕ Çтаппан пичче.

Апат çисен вăл юлашки юлнине шăлавар кĕсйине чикрĕ, çăл патне ÿпĕнсе шыв ĕçрĕ.

— Пысăк спаççипă сана, пĕчĕк хĕрĕм, — терĕ Çтаппан пичче, — кĕсле каланине итлеме юрататăн. Час пулаймасть пулĕ ĕнтĕ кĕсле каласси… Ыран каç тата килĕн-ши?

— Килĕп.

— Килтен тĕттĕм пулсан тин тухас пулать, çын ан куртăр. Хăрамăн-ши çĕрле килме?

— Паян малтан хăранăччĕ, халĕ — çук.

— Нимĕнрен те ан хăра. Хăравçă — начар çын. Ну, вĕçтер киле, — терĕ те Çтаппан пичче çырма тăрăх утса кайрĕ. Эпĕ тапаланса тухрăм, ана пуçне тупрăм, вара яка сукмакпа утрăм. Икĕ айккипе вăрăм ыраш. Шикленнипе Чупас шухăш та пур, анчах хăрас мар тесе хама хам хытартăм. Темĕнле нăрă çамкана пан! пырса перĕнчĕ те çилленнĕ пек вăслатса вĕçсе кайрĕ. Инçе мар путене сасси илтĕнет, улăхра хутран-ситрен вăрăм чăпăркка шартлатни янăрать. Атăл енче вĕлтĕртетсе тăракан çутăсем курăнаççĕ. Васкамасăр утатăп. Ăшă. Тÿлек. Ял енчен пиçнĕ çăкăр шăрши-килчĕ. Эпĕ анкартисем хыçне çитнĕ иккен. Çтаппан пиччесен карти патне пырса тăтăм, пăхкаларăм, итлекелерĕм, карта урлă хăвăрт каçса çĕр улми йăранĕсем айккипе утрăм. Улля аппа мана кĕтсе алкум картлашки çинче ларать. Шухăша кайнă пулмалла: эпĕ пырса тухнипе вăл шартах сикрĕ.

— Тупрăн-и Çтаппана?

— Тупрăм.

— Киле кĕрсе тухатăп темерĕ-и?

— Каламарĕ.

— Тимĕрçĕ çук-и?

— Çук.

— Килеймĕн пулĕ-ха Шупашкартан.

Çапла калаçнă хыççăн эпĕ карчăка пушă хутаç патăм та килелле утрăм. Хапхана чĕриклеттермесĕр уçса кĕтĕм, шăналăка сирсе пăхрăм. Анне çывăрать. Ăна вăратас марччĕ тесе питĕ хуллен унпа юнашар кĕрсе выртрăм.

Тепĕр кун ирхине эпĕ урамра Анука тĕл пултăм. Унпа иксĕмĕр пирĕн умри çерем çинче шак чулĕпе выляма пуçларăмăр. Анук мана паян стражниксем Çтаппан пиччене тытма хатĕрленни çинчен каларĕ.

— Пилĕк стражник, уретник, пунеттейсем пĕтĕм пусса çавăрса илсе Çтаппан пиччене тытмалла тет.

— Кам калать? Ăçтан илтнĕ эсĕ ăна? — ыйтрăм эпĕ.

— Пирĕн патра иртнĕ çĕр икĕ стражник кĕрсе çывăрчĕç. Çĕрле çавсем калаçнине илтрĕм, — терĕ Анук.

Эпĕ вылянă çĕртен тăтăм та часрах киле кĕтĕм, вара кăшт тăрсан Улля аппасем патне кайрăм.

Карчăк пÿрт алăкне уçнă, пусма çинче ларать. Аллипе янахне тĕрелесе чĕркуççи çине чавсаланнă. Унăн пичĕ тата ытларах ырханланса хуралса кайнă, тĕксĕмленнĕ куçĕ хурлăхлăн пăхать. Эпĕ Çтаппан пиччене паян тытма хатĕрленни çинчен каласа патăм. Улля аппа хыпăнса ÿкрĕ.

— Чуп хăвăртрах, систер Çтаппана, — терĕ те вăл часрах васкаса çимеллисем чикнĕ хутаçа мана тыттарчĕ…

Эпĕ Киремет çырми сукмакĕпе утатăп. Ыраш хушшинче шăрăх, пăчă. Курах кайрăм: сукмак патнелле пĕр çын утать. Кам-ши ку тетĕп. Патнерех пыратăп — Касак Ваççи иккен. Эпĕ сехĕрленсе ÿкрĕм. Вăл куриччен алăри хутаçа ыраш ăшне пăрахрăм, паллă ан пултăр тесе ун тĕлне кăвак чечек татса хутăм. Касак Ваççи ыраша тĕшĕрсе сукмак çине тухрĕ.

— Ăçта каятăн? Мĕн туса çÿретĕн кунта?

— Чечек тататăп, — терĕм эпĕ ним пулман пек. Хам чĕтретĕп.

— Кай киле! Халех тапса сиктеретĕп! — кăшкăрчĕ Ваççа.

Эпĕ каялла чупрăм. Çаврăнса пăхрăм. Ваççа курăнми пулнă. Ыраш ăшне кĕтĕм те сукмаксăр-мĕнсĕр Киремет çырми еннелле утрăм. Кайсан-кайсан хам эпĕ çырман аял вĕçне тухнине куртăм. Йывăç тĕмĕсем шăп лараççĕ. Хуллен путенелле сас патăм, итлесе тăтăм, ним сасă-чĕвĕ те çук. Эпĕ çырма тăрăх çÿлелле хăпартăм, шĕшкĕ тĕмĕсем айне пăхкаласа пыратăп. Пĕр вырăнта утă капанĕ ларать. Путене пек авăтсах иртсе пыратăп. Капан айĕнче чăштăр-чаштăр турĕ. Эпĕ шартах сикрĕм.

— Кунта кил, — илтĕнчĕ капан айĕнчен. Эпĕ пытăм, Çтаппан пиччепе тимĕрçĕ утта сирсе тухрĕç, Тĕмсем хушшинелле тăчĕç. Эпĕ вĕсене стражниксен паянхи хатĕрленнĕ çинчен, Касак Ваççи ыраш пуссинче тем шыраса çÿрени çинчен каласа патăм.

— Çĕрле киле кĕрсе тухас теттĕм, пулмарĕ, Килтисене курмасăрах каяс пулать, — терĕ тимĕрçĕ.

— Çимелли илсе килмерĕн-и? — ыйтрĕ Çтаппан пичче.

— Илсе тухнăччĕ, Касак Ваççине куртăм та пытарса хăвартăм, — терĕм эпĕ.

— Аван тунă, — мухтарĕ Гаврила.

— Кайса илес-и? —ыйтрăм эпĕ.

— Кайса илес пулать, — терĕç мана.

Çтаппан пиччепе тимĕрçĕ калаçма тытăнчĕç, эпĕ кайма тăтăм.

— Чим-ха, тăхта, — чарчĕ мана Çтаппан пичче, — апата Çтенкке арманĕ хыçĕнчи хăвалăхă илсе пыр.

Вара Çтаппан пиччепе тимĕрçĕ кăн-кан пăхкаласа илсе çырмаран хăвăрт хăпарчĕç те йăран хушшинелле упаленсе кайрĕç. Пăртак тăрсан эпĕ те сукмак çине тухрăм. Çывăхра никам та çук. Паçăрхи вырăна шыраса утатăп. Акă тупрăм. Хутаçа çурăм хыçне çакрăм та сукмаксăрах Энĕш хĕрринелле утрăм. Пусăран анса çитсен Çтенкке арманне каякан çул çине тухрăм, çемçе вĕри тусана çара урасемпе вĕçтеркелесе çав çулпа кайрăм.

Çтенкке арманĕ пирĕн ялăн Тукай текен вĕçĕнчен виçĕ çухрăмра. Шăрăха пăхмасăрах эпĕ васкаса утатăп. Çулăн икĕ айккипе е çÿллĕ кантăр, е сенкер çеçкеллĕ йĕтĕн лĕпĕшсене илĕртсе ларать. Акă хăвалăха çитрĕм. Хăвалăх шыв хĕррипе вăрман пек курăнать. Унта сулхăн, уçă, темĕнле чечексен тутлă шăрши килет.

Çтаппан пиччепе тимĕрçĕ ман пата пычĕç. Иккĕшĕ те питĕ ăшăрханă, пичĕсем çине пăрçа пек тар тапса тухнă. Вĕсем пĕр тĕм айне ларчĕç. Эпĕ хутаçа вĕсен умне курăк çине хутăм.

Çтаппан пичче хутаçран çăкăр, симĕс сухан кăларчĕ те:

— Апатланар та каяр, — терĕ.

— Да, каяс пулать, — килĕшрĕ тимĕрçĕ хура кăтра çÿçне пысăк аллипе каялла сăтăрса.

— Çи, — сĕнчĕ тимĕрçе Çтаппан пичче.

— Çук, анмасть, — пуçне сулларĕ Гаврила, унтан хĕрелсе кайнă кăвак куçĕпе ял еннелле пăшăрхануллăн пăхса илчĕ.

Çтаппан пичче çие-çие калаçать:

— Ирччен Вăрмара çитетпĕр, вара «мулкачла» поезд çине… Шырăр — тупаймăр — тытаймăр.

— Да, вăл çапла… аван… только, ах, Катьăпа арăма кураймарăм.

Çтаппан пичче апат çинĕ хыççăн юлашки çăкăрпа сухана ĕнерхи пек кĕсйине чикрĕ, хутаççине мана тыттарчĕ. Тимĕрçĕ çавна курса:

— Может быть, хутаç çул çинче кирлĕ пулать, илсех каяс, — терĕ, вара манран хутаçа илчĕ те ăна атă кунчи ăшне чикрĕ.

— Ну, кайăпăр, — терĕ Çтаппан пичче. Унтан иккĕшĕ те ура çине тăчĕç. Вĕсене курса эпĕ те сиксе тăтăм.

— Теперь каятпăр, — шывланнă куçĕпе татах ял çинелле пăхса каларĕ тимĕрçĕ. — Инçе каятпăр, ах, Катя! — Малалла вăл вырăсла тем каларĕ те пуçне усрĕ. — Эпĕ хăçан ăна курăп-ши? А, тен, вовсе, нихçан та! — Татах вырăсла каласа куçне шăлса илчĕ, ман çине пăхрĕ. — Эсĕ кала Катьăна мана курни çинчен, амăшне те кала. Ну, сывă пул, — терĕ вăл юлашкинчен, вара пысăк аттисемпе йывăррăн пускаласа хăва тĕмĕсем хушшинелле кĕрсе кайрĕ.

Çтаппан пичче манпа алă тытсах сывпуллашрĕ.

— Спаççипă сана, ачам. Ĕнер те, паян та çимелли илсе килтĕн, хăрушлăх çинчен систертĕн. Ĕмĕр сана манмăп. Сывă пул!

— Сывă пул! — хăва ăшĕнчен илтĕнчĕ тимĕрçĕн хулăн сасси.

— Сывă пулăр! — терĕм эпĕ хурланса.

Йывăç тĕмĕсем чăштăртатни илтĕнми пулчĕ. Шăп. Пусă енчен çил килчĕ, хăва тăррисене хумхатрĕ, такам чăтлăхра ассăн сывласа илнĕ пек чашкăрчĕ те йăмса ларчĕ.

Эпĕ кантăр шăрши çапнă сывлăшлă çулпала утрăм. Лĕпĕшсене хăвалатăп, чечексем тататăп. Шыв хĕррине анса пите, алă-урана çурăм, çемçе курăк çинче ларса кантăм, унтан малалла утрăм. Ял патне çитеспе тусан мăкăрлантарса килекен юлан ут курăнчĕ. Ман тĕле çитсен лаша тăп чарăнчĕ. Стражник иккен — Çтаппан пиччепе тимĕрçе шыраканĕ. Çакна эпĕ хăвăрт тавçăрса илтĕм. Пăхатăп — çынсем пусă хĕрринче кăшкăркаласа çÿреççĕ. Касак Ваççи аллине кÿсек тытнă. Киремет çырмипе анать. Эпĕ ăна курсан питĕ хăрарăм.

Стражник лаши çинчен анса ман пата пычĕ. Чĕре ман кăртлатсах кайрĕ.

— Ăçта кайнă эсĕ, хĕр ача? — ыйтрĕ стражник.

— Чечек татма.

— Ăçта татрăн?

— Ав унта, Киремет çырми пуçĕнче, çерем çинче.

— Çырмара икĕ çын çÿренине курмарăн-и?

— Куртăм. Унта ларатчĕç.

— Ăçталла кайрĕç вĕсем?

— Ав Чăнкасси çулĕпе чупрĕç.

— Апла, эппин, — терĕ стражник çырмари çынсем патнелле лашине сиктерсе.

— Чăнкасси вăрманĕнче вĕсем, унта хупăрлатпăр! — кăшкăрчĕ вăл.

Çынсем çырмаран тухса Чăнкасси çулĕпе утрĕç.

Эпĕ киле çитсе апат çисен Улля аппа патне кайрăм, Çтаппан пиччепе тимĕрçĕ тарни, халĕ вĕсене çынсем шырани çинчен каласа патăм. Улля аппа йĕрсе ячĕ, питне хăрса кайнă аллипе хупласа ансăр сĕтел çине тайăнчĕ.

Çĕнĕ тус Катя

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Каçхине эпĕ çăла шыв ăсма антăм. Тимĕрçĕ хĕрĕ Катя пукане тутрисем çăвать. Эпĕ ăна ун ашшĕне курни, вăл Çтаппан пиччепе мĕнле тарни çинчен тĕплĕн каласа патăм. Катя пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса кайса: «Айта анне патне», — терĕ. Хĕр ача нĕшĕклесе пукане япалисене стакан пысăкăш витрене чикрĕ те кайма пикенчĕ.

Эпĕ витресене çăл çинелле тайăлса ларакан лапсака йăмра айне лартрăм та Катьăпа вĕсем патне кайрăм.

Катьăсен пÿрчĕ çăл çывăхĕнчи лачака хĕрринче ларать. Аякран вăл, пĕчĕккĕскер, мунча пек курăнать, чÿречине çăл еннелле пăхать.

Эпĕ халиччен ку пÿрте кĕрсе курман — урайĕ шапшурă, яка. Стенисене хырса çунă, пĕр тусан пĕрчи те ларман. Çÿллĕ вырăн çинче — хăмач питлĕ йăпшака минтерсем. Пĕчĕк çеç кăмаки шап-шурă. Эпĕ тĕлĕннипе ункун пăхкаласа тăратăп.

— Эсĕ лар кунта. Эпĕ Мамăна кайса чĕнем, — терĕ Катя.

— Ăçта вăл?

— Лаçра. Çынсем папа пур чух çурласем шăллама илсе килнĕ. Мама вĕсене каялла тавăрса парать.

— Халĕ ĕнтĕ çурласене кам шăллать?

— Такам. Урăх яла кайса шăллаттараççĕ пуль.

Çапла калаçкаланă хыççăн кĕрен кĕпеллĕ, лĕпĕш пек çăмăл хĕр ача пÿртрен вĕлт! çеç тухса кайрĕ, эпĕ чÿрече умĕнче ларакан Катьăн пуканине тытса пăхкаласа юлтăм. «Пуканийĕ те аван — кĕпи хуралсан хывса илсе çума пулать. Акă мĕнле пукане çĕлесе панă Катьăна амăшĕ», — тесе шухăшлатăп хам ăшăмра.

Çенĕкрен ура сасси илтĕнчĕ. Пÿрте Катя амăшĕ йĕтĕн çеçки пек илемлĕ куçне тутăр вĕçĕпе шăлкаласа кĕчĕ. Ырхан шурă пичĕ хурлăхлă.

— Эсĕ чăнах курнă-и пирĕн Гаврилăпа Çтаппана? — ыйтрĕ хĕрарăм çинçе уçă сассипе.

— Курнă.

— Пĕрле тарчĕç-и?

— Пĕрле тарчĕç.

— Тарни аван, тĕрмери мар, только пирĕн мĕнле пурăнас? Курас çук ĕнтĕ ăна, — уласа йĕрсе ячĕ тимĕрçĕ арăмĕ.

Катя турпас илсе кĕчĕ. Хура чейнике шыв ярса вучаха çакрĕ. Вутне чĕртсе ялкăштарса çунтарма пуçларĕ.

Амăшĕ куçне шăлкаласа ĕсĕклет, хĕр ачине вырăсла темĕн калать. Манăн унăн сассине илтнипе йĕрес килчĕ.

Акă чей вĕрерĕ. Катя сĕтел ăшĕнчен çур çăкăр кăларчĕ, икĕ пĕчĕк татăк касса илчĕ, амăшне чей ĕçме чĕнчĕ. Амăшĕ кÿпченĕ куçне шăлкаласа сĕтел хушшине ларчĕ, çăкăрпа сахăрсăрах чей ĕçме тытăнчĕç.

Эпĕ киле кайма тăтăм. Катя мана ăсатма çенĕке тухрĕ.

— Папа çинчен тата мĕн те пулин каламалли çук-и санăн? — ыйтрĕ вăл.

— Халĕ çук, аса илсен калăп, — терĕм эпĕ. Катя мана çăл патне çитиех ăсатса ячĕ.

— Пирĕн пата кил, — терĕ вăл пĕчĕк илемлĕ тутипе кулкаласа.

— Пыратăп акă, — терĕм эпĕ.

Тепĕр кунах эпĕ Катьăсем патне каясшăнччĕ, анчах вăл кун шурăмпуçпех ыраш вырма тухрăм. Çур тырри вырса пĕтермесĕр те манăн Катя патне кайма пушă вăхăт пулмарĕ.

Вăрлăхлăх ыраш çапнă кун эпир иртерех ĕç пуçтартăмăр. Çавăн чух эпĕ Катьăсем патне кайрăм.

— Мĕншĕн пĕрре те килмерĕн? Эпĕ сана кĕтрĕм, — терĕ Катя амăшĕнни пек илемлĕ куçĕпе ман çине ăшшăн пăхса. Çавăнтах вăл мана ларма пукан шутарса пачĕ. Эпĕ вĕсем патне мĕншĕн килейменнине каларăм.

Катя амăшĕ кăвак çитсăран темĕн çĕлет.

— Шкула кайма вăхăт çитет. Мана валли сумка çĕлет-ха, — терĕ Катя амăшĕ мĕн çĕленине пĕлтересшĕн.

— Эсĕ шкула каятăн-и? — ыйтрĕ манран амăшĕ.

— Каяс тетĕп, манăн кĕнеке те пур, — терĕм эпĕ.

— Вулама пĕлетĕн-и? — тĕпчет Катя.

— Çу-ук, пĕлместĕп. Кĕнеки те вырăсла.

— Вырăсла вĕренес килмест-и санăн?

— Питĕ вĕренес килет.

— Шкула кайсан вĕренетĕн акă, — сăмах хушрă Катя амăшĕ.

— Хăçан каймалла-ши шкула? — ыйтрăм эпĕ.

— Халĕ часах мар, Пукрав иртсен тепĕр кун пулĕ. Эсĕ, Марфуша (мана кун пек никам та чĕнмен, çапах çапла чĕнни кăмăла кайрĕ), шкулта пирĕн Катьăпа юнашар лар.

— Юрĕ.

— Учительница каланине аван итлесе ларăр вара.

— Юрĕ.

Çав кун эпир Катьăпа вĕсен пĕчĕк кил картинче чылай вылярăмăр. Вăл хăйĕн пуканин кĕпи-йĕмне, тутăрне хывса илчĕ, вĕсене ашшĕ туса панă пĕчĕк валашка çине чиксе кĕлĕрчĕ, лĕп шывпа лутăркаса çума тытăнчĕ. Кайран çак пукане япалисене çăл валашки çинче çÿхерĕмĕр, типĕтме карта çине çакса хутăмăр.

Çапла вылянине эпĕ питĕ килĕштертĕм, тĕттĕм пулас умĕн тин киле кайрăм.

Лашана сутни

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Пĕррехинче ыраш акнă вăхăтра икĕ-виçĕ кун çумăр çурĕ. Атте суранĕ ыратнипе вырта пуçларĕ. Халиччен вăл хура кĕрччен тенĕ пекех тулта çывăратчĕ, халĕ, çумăр çума пуçласан, пÿрте кĕчĕ.

Пĕр каçхине кукамай килнĕ. Атте хăй вырăнĕ çинче ларать, кукамай — ун çывăхĕнче. Лаша пирки калаçаççĕ.

— Лашана сутас тетпĕр, — тет кукамая.

— Епле апла, питĕ кансĕр пулать-çке! — тет кукамай хĕвел шевли пек сăрă куçĕпе атте çине пăшăрхануллăн пăхса.

Кăшт шухăша кайса ларнă хыççăн атте:

— Ят ути пире купа çурă çеç лекнĕ. Мĕнле лашана хĕл каçаратăн унпала? — терĕ. — Пĕлтĕр халăх çаранĕсем çинчен Шĕшлĕпе Иванюка пĕр пĕрчĕ утă памарăмăр, кăçал вĕсем пуçĕсене çĕклерĕç, вăй илчĕç. Вĕсене хирĕç тăракансем çук. Çтаппана тытса хупни савăнтарать вĕсене.

— Ăна калас çук ĕнтĕ, — килĕшрĕ кукамай. — Ыран утă патне тухас тенĕ кун пуянсем халăх çаранне вăтăр пилĕк теçеттин çавăрса илнĕ теççĕ. Касак Ваççи те ав Энĕш хĕрринчи пахчине тăватă капан утă лартнă. Куçук Петĕрĕ, староста, — тăххăр. Шĕшлĕпе Иванюк çĕршер лав та турттарчĕç пулĕ.

— Çынсене хĕсĕрлекенсем сарăлса пурăнаççĕ, пирĕн — хĕсĕнес пулать. Лашасăр юл… Эй, мăнтарăн пурнăçĕ, — тарăхса каларĕ атте вырăнĕ çине выртса.

Эпир кукамайпа пÿртрен тухрăмăр.

Пĕррехинче, уяв кун, атте алкум вĕçне хĕвел ăшшине тухса ларнă. Эпĕ чăхсене çĕр улми ватса паратăп. Пичче ыраш акса килчĕ.

— Вăрлăх çитрĕ-и? — ыйтрĕ атте.

— Икĕ-виçĕ алтăр юлчĕ те, — терĕ пичче лаша тăварма тытăнса.

— Юрать, ывăлăм, аван… Ĕнтĕ кĕлте кÿртнĕ, кĕрхи ака пĕтрĕ, лашана сутма та юрать, — терĕ атте.

— Хăçан сутас тетĕн? — ыйтрĕ пичче.

— Ыранхи пасара кайса сутсан та юрать.

— Юрĕ, ыран кайăп эппин, — килĕшрĕ пичче тăварнă лашана лупас айне кăкарса.

Лашана ыранах сутас тенине илтсен эпĕ хурлантăм. Сăрккана эпĕ питĕ юрататăп. Пусăра çÿренĕ чух аван курăк тĕл пулсан эпĕ ун валли аркă тулли апат татса килнĕ, час-часах çăла шăварма кайнă. Вăл шыв ĕçнĕ чух хăлхисене вылятнине пăхса тăма та юрататăп эп.

Каçхине çывăрма выртас умĕн эпĕ лаççа кĕрсе татăк çăкăр çине тăвар çапрăм, лашана парас тесе вите патне пытăм. Алăкĕ уçă. Сăркка темĕн кăмăртаттарать. Эпĕ ăна йыхăртăм. Вăл ман пата пымарĕ, çаплах çиет. Вара эп çывăрма кайрăм, çăкăр татăкне çытар айне хутăм.

Ирхине мана çын сассисем вăратрĕç. Аттепе пичче тем çинчен хыттăн калаçаççĕ. Шăналăка сирсе пăхрăм. Пичче лаша çине утланнă. Эпĕ часрах сиксе тăтăм. Атте лупас айĕнчен кантра илсе тухса пиччене тыттарчĕ.

— Йĕвенне лашипе пĕрле ан пар, киле илсе кил, телей каять, ĕмĕрте лаша чунĕ кураймăпăр, — терĕ атте.

— Юрĕ, юрĕ, — тет пичче. Вăл сăхманне тÿмелерĕ, карттусне лапрах лартрĕ — кайма хатĕр.

Эпĕ васкаса пуç айĕнчи çăкăр татăкне илтĕм, лаша патне пырса ăна çитерме тытăнтăм. Çемçе тутипе кăп-кăп илет лаша манăн алă çинчи çăкăр татăкĕсене, хăй хăвăрт чăмлать, хура куçĕпе ман çине пăхать.

— Юлашки хут, — пăшăлтататăп эпĕ.

— Н-но! — терĕ пичче чĕлпĕрĕ карăнтарса. Сăркка пуçне калт! çĕклерĕ те утса кайрĕ.

Анне лаçран тухса хапха уçрĕ. Сасартăк вăл лашана мăйĕнчен ыталаса илчĕ, йĕрсе ячĕ. Пиччен те куçĕ хĕрелчĕ.

— Каях, анне, ан чар лашана, — терĕ вăл, унтан пĕшкĕнсе анне аллине çемçен вĕçертрĕ те лашана уттарчĕ. Анне куçне шăлкаласа лаççа кĕрсе кайрĕ. Эпĕ пичче лашана чуптарса кайнине пăхса юлтăм.

Аппа пахчаран кĕчĕ.

— Лашана кураймасăрах юлтăн-çке, — терĕм эпĕ.

— Эпĕ курас мар тесе юри пахчана тухрăм… Чун питĕ хурланать, — терĕ аппа.

Каçхине пичче пасартан лашана сутса килчĕ, йĕвенне хăйĕнчен хăварман. Атте ăна вите алăкĕ патĕнчи пăта çине кайса çакрĕ.

— Кама сутрăн? — ыйтрĕ атте пиччерен.

— Тутар илчĕ.

— Пусма-и, усрама-и?

— Усрама.

— Апла юрĕ, — терĕ юлашкинчен атте.

Каçхине атте аннене укçа парса çапла каларĕ:

— Пуçтарса хур, амăш, кунта çирĕм виçĕ тенкĕ. Ырă-сывă пулсан çуркунне лаша туянăпăр. Пĕр пусне те салатас марччĕ.

Анне укçана илсе пÿртрен тухса кайрĕ. Пĕлетĕп, вăл ăна ĕнтĕ çÿпçе тĕпнех чиксе хурать, пĕр пусне те пĕтерес çук.

Эпĕ шкула кайни

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Çанталăк сÿрĕк. Час-часах çумăр çăвать. Эпир аннепе чылайранпах ĕнтĕ пÿртре, тĕпелти урлă сак çинче, çывăратпăр. Ирсенче, хĕвел тухса сарăличчен, сивĕ. Хăш чух шап-шурă тăм ÿкет.

Килте ĕç çук, эпĕ Катя патне выляма çÿретĕп. Эпир унпа шкула кайма миçе кун юлнине шутласа пыратпăр. Катьăн кĕнеке чикнĕ сумки алăк патĕнчи пăтарах çакăнса тăрать.

Пĕрре эпир — анне, аппа, эпĕ — пахчара кишĕр, кăшман кăларатпăр, çулçисене касса тасатса çимĕçсене нÿхрепе антаратпăр. Хура пĕлĕтсем, çĕре татăлса анас пек, ĕнтĕ темиçе кун хушши хупăрласа тăраççĕ. Паян кăнтăрлапа вĕсем сирĕле пуçларĕç, хĕвел пăхса ячĕ, кĕрхи çут çанталăк илемленсе кайрĕ.

Пирĕн пата пичче пычĕ.

— Çанталăк уяртрĕ, ыран илĕм-тилĕмпе çак пĕчĕк капана çапса пăрахас та, эпĕ вара каятăп.

— Ăçта? — ыйтрăм эпĕ.

— Кукшака вăрман касма. Эсĕ те манпа пĕрле пырасшăн-и? — кулкаласа каларĕ пичче.

— Çу-ук, пымастăп, манăн шкула каймалла, — терĕм эпĕ.

— Каясса кайăн та, пуп хăлхаран туртсанах киле чупса килĕн, çавă кансĕр.

Пичче шăхăркаласа килелле кĕрсе кайрĕ.

Ыран авăн çапассине пĕлсен эпĕ хăраса ÿкрĕм: ĕç пур тесе шкула ямĕç тата.

Авăн çапнă чух эпĕ халиччен кĕлте тавăрнă, пуш кĕлтесене силлесе йĕтем хĕрне йăтнă, сарăм айккисене шăпăрпа шăлнă, хăш чух, йыш нумаях пулмасан, тăпач тытса ыттисемпе пĕрле çапма та тăнă. Кăçал атте ĕçлейменнипе килтисем авăн çапнă чух эпĕ ялан вĕсемпе пĕрле ĕçленĕ. Пиччепе аппа сарăм варринчен çапатчĕç, эпир аннепе — хĕрринчен.

Анне эпĕ ĕçлени çинчен кăмăллă калаçать:

— Мархва пĕчĕккĕ пулин те авăн çапнă çĕрте пĕр çынна тăрать.

Эпĕ хама çакăн пек хакланине кура кашни ĕçе хăвăрт та тĕплĕн тума тăрăшатăп.

Тепĕр кун шурăмпуç палăрсан авăн çапма тухрăмăр. Сивĕ, уçă ирпеле ĕç ăнса хăвăрт пынă пек туйăнать. Хĕвел тухса сарăлнă çĕре эпир пĕчĕк капана çапса та пĕтертĕмĕр: икĕ сарăм çеç пулчĕ. Ĕç пĕтнĕшĕн эпĕ савăнтăм: шкула кайма ирĕк. Ирхи апата çĕр улмипе хăяр çисе Катя патне чупрăм. Вăл мана кĕтсе тăнă, иксĕмĕр шкула утрăмăр.

Шкул патне ачасем пухăнса тăнă. Хăшĕ çерем çине ларнă, хăшĕ алкум вĕçĕнче тăраççĕ. Урăх ялтан килнĕ ачасем те пур. Вĕсем уйрăм, чиркÿ карти патне ларнă.

Ачасенчен никам та кулмасть, вылямасть. Шĕшлĕ Мити çеç ачасене тĕрткелет, чышкалать. Вăл хĕрлĕ кĕпе, атă тăхăннă, ахăртнех, çĕнĕ тумĕпе мухтанса саркаланать пулмалла. Хăй шуранка питлĕ, çинçешкескер.

Эпир Катьăпа юнашар шкул алăкĕ патĕнче тăратпăр. Митя пирĕн пата пычĕ те Катьăна çÿçĕнчен кăрт туртрĕ. Эпĕ ăна çавăншăн алкум картлашки çинчен пĕррех тĕртсе ятăм. Вăл çĕре лап! ÿкрĕ, çари! çухăрса ячĕ, сăмсинчен юн тумлама пуçларĕ. Эпĕ питĕ хăраса кайрăм. Киле тарас терĕм, Катя ямарĕ. «Митя пире хĕнесен учительницăна калатпăр», — терĕ. Эпĕ Катя хыçне, алăк çумне, хĕсĕнсе тăтăм. Митя кĕсйинчен шурă тутăр кăларса сăмсине шăлкаларĕ, тасатрĕ. Хăй мана чышкипе юнать.

Шкул алкумне хĕрлĕ сухаллă, çутă пуçлă лутра старик хăпарчĕ, шкула уçрĕ. Эпир кĕтĕмĕр. Класра хура сăрлă хăлтăр-халтăр партăсем икĕ рет лараççĕ: виççĕ — сулахайри стена çумĕнче, тăваттă — сылтăм енче. Партăсем умĕнче сарă сĕтел, пукан. Малти кĕтесре пысăк турăш, стена çинче патшапа майрин сăнĕ, тепĕр кĕтесре лутра шкап. Эпир партăсем хушшине кĕрсе лартăмăр. Виççĕмĕш класра вĕренекенсенчен пĕри хĕр ача — Çтенкке арман хуçин хĕрĕ. Пирĕн ушкăнра та хĕр ачасенчен эпир Катьăпа иккĕн çеç. Арçын ачасем те нумаях мар: виççĕмĕш класрисем вунă ача, пирĕн ушкăнра çирĕм виççĕ.

Класа учительница кĕчĕ. Виççĕмĕш класс ачисем ура çине тăрса:

— Здравствуйте! — терĕç.

— Здравствуйте! — терĕ вĕсене хирĕç учительница йăвашшăн.

Катя мана чавсаран кăлт тĕртрĕ.

— Пăх-ха, кĕпи мĕнле!

Учительницăн шурă çухаллă тĕттĕм кăвак кĕпине эпĕ те юратса пăхрăм. Тăп-тăп питлĕ, хăмăр куçлă майра хăй те кăмăла кайрĕ.

Вăл шкап патне çăмăллăн утса пырса унтан грифельсем, линейкăсем, аспид хăмисем кăларчĕ, вĕсене сĕтел çине хучĕ, унтан сĕтелтен кăвак питлĕ журнал, чернил кĕленчи, ручка кăларчĕ, пирĕн ятсене çырма тытăнчĕ. Малтан арçын ачасене çырчĕ, вара пире — хĕр ачасене.

Виççĕмĕш класс ачисем сасартăк харăс тăрса алăк патнелле пуç тайрĕç. Эпĕ çаврăнса пăхрăм. Алăк умĕнче пуп — шлепкине пăтана çакать. Вăрăм хура тумтирлĕскер, вăл аттипе таплаттарса турăш умне пычĕ те: «На молитву! » — терĕ. Учительница пире тăма хушрĕ. Пуп хулăн туталлă çăварне карса мăн сассипе вăкăр пек мĕкĕрсе ячĕ. Унпа пĕрле виççĕмĕш класри ачасем çинçе сассисемпе юрла пуçларĕç.

Кĕлĕ пĕтнĕ хыççăн виççĕмĕш класа пуп вĕрентме пуçларĕ, пире — учительница. Вăл кашни ачана пĕрер хăма, грифель, линейка пачĕ, вара стена çумĕнчи пысăк хура хăма çине вăрăм линейка тытса пурăпа тăватă йĕр турĕ, пире хамăр хăмасем çине те çавнашкал йĕрсем тума хушрĕ. Эпир ĕçе тытăнтăмăр. Класра шăп, пупăн хулăн сасси çеç илтĕнет. Вăл малтан каларĕ, каларĕ, вара ачасенчен ыйтма тытăнчĕ. Малтанхи ачах пуп ыйтнине ответлеймерĕ.

— Миншен билместин? — терĕ пуп аллинчи кĕнекипе ачана питĕнчен çатлаттарса. Эпир шартах сикрĕмĕр. Пăхатăп — Катя шурсах кайнă.

Пĕр сехет хушши тÿрĕ йĕр тунă хыççăн учительница пирĕн ĕçсене пăхса тухрĕ. Переменăна тухса кĕрсен вăл пирĕнтен пуçтарса илнĕ хăмасене виççĕмĕш класс ачисене пачĕ, кĕнеке çинчен пăхса çырма хушрĕ. Пире пуп вĕрентме тытăнчĕ. Вăл турă, патша çинчен нумай каларĕ, мана вăл калани ăнланмалла пулмарĕ, тем калать, хăлхана та кĕмест. Юлашкинчен пуп темиçе хутчен çак сăмахсене каларĕ:

— Торыран хорас болать, патшына хизеблес болать. Калыр харыз!

Ачасем сĕрлесе кала пуçларĕç, ушкăнпа каланă хыççăн пуп кашни ачана пĕччен калаттарма тытăнчĕ. Манăн пупран хăраса çăвар типсе кайнă та, эпĕ вăл хушнине аран-аран каласа патăм. Пурне те калаттарса пĕтерсен пуп пире сăхсăхма хушрĕ. Кашни ачана сăхсăхтара пуçларĕ. Эпĕ, халиччен сăхсăхса курманскер, виçĕ пÿрнене пĕр çĕре чăмăртаса тытма пĕлеймерĕм. Пуп манăн сылтăм аллăн пÿрнисене виççĕшне пĕр çĕре туса хытă чăмăртарĕ, иккĕшне ывăç тупанĕ çумне хутлатрĕ, унтан аллипе пуçран тÿнк! тутарчĕ. Чĕре кăртлатса кайрĕ, тухса тарас пекех тапать.

— Ну, сух-сух, сух-сух, — тет пуп çиес кашкăр пек ман çине пăхса.

Эпĕ виçĕ пÿрнене чăмăртаса иккĕшне хутлатса алла çамка çине илсе пытăм, ун хыççăн тÿрех сылтăм хулпуççи çине султăм. Пуп манăн алла ярса илчĕ те аялалла карт туртса кăкăр çине паклаттарчĕ. Манăн чĕре анинчен питĕ ыратса кайрĕ, кĕçех йĕрсе яраттăм.

— Сух-сухма билмез, борçа çине на колени лардадып, — терĕ пуп.

Икĕ сехет вĕрентнĕ хыççăн пуп киле кайрĕ. Вăл тухса кайсан эпир çăмăллăнах сывласа ятăмăр. Тепĕр сехетре учительница виççĕмĕш класа задача шутлама пачĕ, пире кашнине вуннă çитиччен шутлаттарса пăхрĕ. Эпир аванах шутларăмăр. Учительницăран хăрас шухăш та пулмарĕ.

— Эпĕ çĕре те çитеретĕп. Çулла хăяр татсан тĕрĕсех шутланă, — терĕм эпĕ.

Учительница тутине пĕр самант шăт тытса тăчĕ те ăшă куçĕпе пăхса:

— Класра урăх калаçу çине каймаççĕ, — терĕ.

Виçĕ сехет вĕрентнĕ хыççăн учительница пире киле ячĕ. Класран тухса каяс умĕн эпĕ ун çине тепĕр хут пăхса илтĕм. Вăл та ман çине пăхнă пек туйăнчĕ. Ку мана савăнтарсах ячĕ. «Ыран та шкула килетĕп, учительница аван, анчах пупран хăратăп», — шухăшласа илтĕм хам ăссăн.

Пĕтрĕ шкула çÿресси

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Атте йĕпе-сапа чух вырткаласах тăрать. Унăн алли типнĕ май хулпуççипе кăкăр шăмми питĕ ыратать. Стражник таканлă атăпа кăкăртан таптанă вырăн халĕ пысăк суран пулса кайнă.

Эпĕ шкултан таврăннă чух атте алкум вĕçĕнче хĕвел ăшшинче ларать. Çине сăхман тăхăннă, урине çăм тăла сырнă, пуçĕнче така тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕк.

Килте аттесĕр пуçне никам та çук. Анне кукамайсем патне кайнă. Пичче Кукшака каçма Атăл хĕррине утнă. Алпа ăна ăсатма унăн хăш-пĕр япалисене йăтса Кĕнервăрне çитиччен кайнă.

Эпĕ аттене шкулта мĕн курни, пуп тата учительница мĕнле вĕрентни çинчен пÿрте кĕричченех каласа патăм.

Атте малтан кула-кула илчĕ, кайран пуп çинчен çапла каларĕ:

— Асту, пупа ан çиллентер. Чашкасси ачине урок пĕлменшĕн вăл пуçне стена çумне çапса шăтарнă. Ача тăкки çавăн хыççăн уçăлаймарĕ, хĕне кайса вилчĕ. Çапах пупа нимĕн те пулмарĕ.

— Учительница аван, — пĕлтеретĕп эпĕ.

— Аван пулмалла. Амăшĕ вырăс, ашшĕ чăваш, чугун çул çинче ĕçлетчĕ, вилнĕ вăл халь.

— Чăваш хĕрĕ учительница пулма пултарать-и? — ыйтатăп эпĕ.

— Пултармалла та, питĕ кансĕр çав чухăн çыннăн вĕренесси. Вĕрентесшĕн мар çав чăваша.

— Мĕншĕн?

— Темшĕн… эпĕ ăна, ачам, пĕлейместĕп.

— Пурпĕр ман учительница пуласахчĕ, хамăрăн учительница пек, — тетĕп эпĕ. Атте кулкалать.

Пÿрте кĕтĕм. Унта никам та çук. Çăкăр касса илтĕм, калле атте патне тухрăм, çиме лартăм.

— Атте, эс вĕреннĕ-и?

— Çук.

— Мĕншĕн?

— Вĕрентмен пире.

— Мĕншĕн вĕрентмен?

— Шкул пулман.

— Шкулне мĕншĕн туман?

— Мĕнле ача эсĕ, мĕншĕн те мĕншĕн тесе тĕпчетĕн, — çатăртатрĕ чирлĕ атте, — ăçтан пĕлес ман мĕншĕннине?

Атте ура çине тăчĕ: таçта кайма хатĕрленет тата.

— Ăçта эс, атте?

— Армана кайса пăхас-ха, черет час çитет-и, Иван икĕ михĕ ыраш кайса лартнăччĕ.

— Эпĕ те пырам-и?

— Атя.

Эпĕ пÿртрен Турчка илсе тухрăм.

Атте Турчка аврине алăк хăлăпĕнчен тăхăнтарчĕ те — пулчĕ вара пÿрте питĕрни, тухса кайрăмăр.

Шĕшлĕ арманĕнче лавсем нумай. Пире авăртма черет часах лекес çук, çапах та аттепе арман кĕлетне кĕрсе пăхрăмăр. Унта михĕсем туллиех. Виçĕ чул кĕрлесе авăраççĕ. Вăтăр-хĕрĕх çын валак хĕррине ларнă, хăшĕ выртнă, вăл-ку çинчен калаçаççĕ. Атте çав çынсем патне пырса ларчĕ. Эпĕ те валак хĕррине пырса тăтăм, пулă курăнмасть-и тесе пăхкалатăп. Лавсем хушшинче Митьăн хĕрлĕ кĕпи вĕлт-вĕлт курăнчĕ. Эпĕ вăр-вар атте патне пырса лартăм. «Митя хĕнеме килсен атте пур», — шухăшларăм эпĕ.

Сарăхнă йывăçсем витĕр арман хуçийĕн пысăк та çÿллĕ пÿрчĕ курăнать. Йышлă кантăксенчен пĕри уçă. Унтан çынсем кулса калаçни, граммофон сасси илтĕнет. Такам кĕрĕслеттерсе Ташлать.

Чылай вăхăт иртсен пÿртрен Шĕшлĕпе вулăсри тиек Виноградов тухрĕç (тиекĕн тĕп хушамачĕ Мемме; Мемме Çеркки теççĕ ăна хăйсен ялĕнче, халĕ — Сергей Васильевич Виноградов). Шĕшлĕпе Виноградов иккĕшĕ те тайкаланаççĕ. Пĕр çын витерен йĕнерлĕ пысăк хура лаша çавăтса тухрĕ, ăна валак кĕперĕ урлă каçарса йăмра айне кăкарса тăратрĕ.

Ÿсĕр хуçапа хăни çынсем патне утса пычĕç.

— Х-ха! Крамахвун мĕнле юрлать! — тет Виноградов кĕске мăнтăр пĕвĕпе çынсем умĕнче сулкаланса тăрса. — Хитре юрлать… пĕр чăваш юррине те юрламасть, çук, юрламасть! Юрлама та кирлĕ мар!

Шĕшлĕ Виноградова йăванса каясран тытса:

— Крамахвун путсĕр чăваш юррине юрлатăр-и? — терĕ.

— Хăвăр чăваш мар-и эсир? — илтĕнчĕ çынсен хушшинчен.

Виноградов чышкине чăмăртаса аллине çĕклерĕ те çынсем çинелле пырса хаяррăн кăшкăрчĕ:

— Кам каларĕ çав сăмаха?! Арестлеттеретĕп! Тĕрмере çĕртетĕп! Пире хирĕç сăмах калама хăятăр-и-и?! Астă-ă-ăвă-ăр-р!

Виноградов лаши патнелле тайкаланса пычĕ, йăмра çумĕнчен чĕлпĕрне салтрĕ. Шĕшлĕ ăна лаша çине утланма пулăшрĕ. Атă кĕлине туйса лаша пуçне каçăртрĕ, йăмрасем айĕпе тапăлтатса кайрĕ.

— Мĕншĕн Виноградов-Мемме чăваша пит хурлать? — терĕ пĕр çын.

Хĕрĕнкĕ Шĕшлĕ хăлаçланма тытăнчĕ.

— Э-э-э, чăваш — этем-и вăл? Пуян çынна чăваш пулма намăс. Эпĕ акă мĕн илтрĕм, — куна пачăшкă каласа пачĕ, — хаçат çине çырнă тет. Пирĕн патша пур халăхсен юрри-сăввисене итлесшĕн, ташланине курасшăн пулнă тет. Çавăнпа вара пур халăхсенчен те Питĕре юрă-сăвă ăстисем пухăннă тет. Патша чăваш юррисене илтсен аллине сĕлтрĕ тет те пирĕн юрăçсене халăх хушшинчен хăваласах яма хушрĕ тет. Вăт мĕнле хисепре вăл чăваш! Сурма тăмасть чăваш халăхĕ!

Халăх хушшинчен такам хытă ÿсĕрсе илчĕ.

— Хамăрăн юрă-сăвă, хамăрăн ташă — хамăра кăмăллă. Мĕне кирлĕ пире Питĕрти хисеп? — терĕ çав çын.

— Ой, питĕ кирлĕччĕ те, — терĕ Шĕшлĕ. — Эпĕ хам чăваш пулнăшăн вăтанатăп. Хусана е урăх хулана кайсан хам чăваш иккенне нихçан та палăртмастăп. Тĕнче хăлти вăл чăваш халăхĕ!

— Ытла ирсĕр калаçатăн! — терĕ ăна пĕр хулăн сасă. Шĕшлĕ илтмен пек пулса хăй шухăшне калама пăрахмасть, хавхалансах калаçать.

— Çапах чăвашсенчен хăйсене пысăка хуракансем пур… Ачине хут вĕрентсе улпута кăларасшăн, хĕрне майра тăвасшăн. Акă Лариван Мĕтриех хĕр ачине паян шкула янă. Ачи пур — ухмахскер, чăрсăрскер — ман ачан сăмсине катса пăрахнă. Пачăшкăна каларăм-ха, вăл: «Лариван Мĕтри хĕр ачине шкула урăх кĕртмĕпĕр», — терĕ.

— Санăн ачу вĕрентĕр, эсĕ пуян, Лариван Мĕтри хĕр ачи тĕттĕм пулса юлтăр, çапла-и? — терĕ паçăрхи çынах. — Аван шухăшлатăн иккен эсĕ, санăн çеç тĕнчере çын шутĕнче пулмалла, ыттисем çын мар!

Шĕшлĕ чăрсăрланса йĕри-тавра пăхса илчĕ.

— Лариван Мĕтри хĕр ачине вĕренни мĕне кирлĕ? — терĕ вăл. — Хуçа хĕрĕ пулсан укçа шутне пĕлни кирлĕ — вĕренес пулать, пуп хĕрĕн вĕренмелле — пуп таврашнех качча кайма вĕреннĕ хĕр кирлĕ. Чăваш хĕрне вĕренни пачах кирлĕ мар, арлатăр вăл йĕмлĕх, михĕлĕх — юрать ăна!

Паçăр Виноградов, халĕ ак Шĕшлĕ каланине итленĕçемĕн манăн йĕрес килчĕ. Атте хĕп-хĕрлĕ пулса кайнă. Кăшт ларсан эпир киле утрăмăр. Çул çинче атте пĕрре те калаçмарĕ. Манăн та вăл шухăша кайса пынине кура халичченхи пек пакăлтатас кăмăл пулмарĕ.

Каçхине çывăрма выртсан эпĕ паян мĕн курни-илтни çинчен шухăшласа выртрăм. Учительницăна аса илсен — савăнтăм, пуппала Шĕшлĕ аса илсен — тарăхрăм, ыйхă та вĕçсе кайрĕ.

Илтетĕп: атте алăк патĕнчи урлă сак çинче чылайччен айлаткаласа çаврăнса выртрĕ те çапла каларĕ:

— Амăшĕ, ыран Мархвана шкула ан яр.

— Мĕншĕн? Питĕ каясшăн вĕселенет-çке, кайтăр, — терĕ анне.

— Ăна пуп Шĕшлĕ илĕртнипе пурпĕр кăларса ярать, луччă ан кайтăр.

Эпĕ пуçа çытар айне чиксе йĕрсе ятăм.

Çумра выртакан анне мана хулпуççинчен ачашларĕ:

— Ан йĕр, килес çул кайăн.

Атте анне каланине илтнĕ пулмалла, çине тăрса тепĕр хут каларĕ:

— Ан яр ачана шкула.

Пĕчĕк учительница

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Тепĕр кун мана анне шкула ямарĕ. Ирхине çăл патне шыв кÿме аннă чух эпĕ ачасем шкула пухăннине куртăм. Манăн питĕ чун хурланчĕ. Çемук та шкула каять вĕт-ха. Ав пырать вăл урам айккипе, çĕнĕ пир сумкине, пушăскернех, çакса янă, пуçне каçăртса утать.

Каçалапа, ачасем шкултан салансан, эпĕ Катя патне кайрăм. Вăл типĕ пулă яшки çисе ларать. Амăшĕ кăмака умĕнче кăштăртатать.

— Мĕншĕн паян шкула пымарăн? Эпĕ сана питĕ кĕтрĕм, — терĕ Катя.

Эпĕ мĕншĕн пыманнине каласа патăм.

— Пире паян кашни ачана çырмалли хăма тата грифель парса ячĕç.

Çапла каласа Катя сумкинчен хăмине, грифельне илсе кăтартрĕ.

«Манăн çук… Эпĕ шкула кайнă пулсан хăми те, грифелĕ те пулатчĕ», — хурланса шухăшларăм эпĕ. Катя хавасланса калать:

— Ыран валли пире çекĕл çырма парса янă. Малтан, ĕнерхи пек, линейкăпа йĕр тумалла, вара хăман пĕр айккине çекĕл çырса тултармалла. Акă çакăн пек.

Вăл хăма çине линейкăпа тÿрĕ йĕр турĕ те грифельпе çекĕл чĕрсе кăтартрĕ.

— Катя, эсĕ пĕр енне çыр, эпĕ тепĕр енне çырам, — тетĕп эпĕ.

— Юрать, çыр, — килĕшет вăл, — малтан хам çырам-ха, вара — эсĕ.

Катя çисе тăрансан чашăкпа кашăкне çуса кăмака умне айккăн тăратрĕ. Шурă çĕтĕкпе сĕтелне шăлса тасатрĕ, аллине çуса шăлчĕ, урокне тума тытăнчĕ. Малтан хăми çине линейкăпа йĕр турĕ, вара çырма тытăнчĕ, грифельне чĕриклеттерсе, чĕлхи вĕçне тута хĕрринелле авса çырать вăл. Эпĕ ун ĕçĕ çине пăхса ларатăп. Манăн та питĕ çырасчĕ.

Акă Катя çырса пĕтерчĕ. Хăй ĕçĕпе кăмăллă пулса хăмине чăлха çыхса ларакан амăшне кăтартрĕ. Лешĕ: «Хо-рошо», — тесе ачине мухтаса илчĕ.

Ĕнтĕ манăн черет. Эпĕ те Катя пекех ĕçлеме тытăнтăм. Питĕ тăрăшса çыртăм. Алă ывăнса кайрĕ, хам тарласах ÿкрĕм.

— Хăшĕн аван? — терĕ Катя хăй çырнине те, манăннине те пăхкаласа. Амăшĕ те пырса пăхрĕ.

— Иксĕрĕн те пĕр пек, — терĕ Катя амăшĕ. Манăн ĕç те Катьăнни пекех пулнăшăн эпĕ хĕпĕртерĕм.

Катя каларĕ:

— Айта кашни кунхи çырма панине паянхи пек пĕрле тăватпăр, — терĕ.

Эпĕ питĕ хавасланса килĕшрĕм.

Куллен, ачасем шкултан тухса урампа иртсе пынине курсан, эпĕ Катя патне чупатăп. Акă эпĕ вĕсен пĕчĕк таса пÿртĕнче. Амăшĕ чÿрече патĕнче ал ĕç туса ларать. Ăна хамăр ял хĕрарăмĕсем чăлха, нуски, чĕнтĕр çыхтараççĕ, уншăн çăнăх, кĕрпе е сĕт-турăх пырса параççĕ.

Ката шкултан таврăннă та пуп кама çапни, чĕркуççи çине лартни çинчен каласа парать.

— Мĕнле сас палли вĕрентнĕ сире паян? — ыйтрăм эпĕ.

— Ш кăтартнă, Ш, — тет Катя тутине кăштах мăкăртса. Вăл мана хăма çине грифельпе чĕриклеттерсе çырса кăтартать. — Ш çырма çăмăл, аялалла виçĕ çекĕл тумалла та — пулчĕ те.

Катя мана та çыртарать. Унтан пĕчĕк учительница мана çав сас паллине кĕнеке çинче кăтартать. Катя вулать, ун хыççăн эпĕ те вулама кăштах майне ÿкетĕп.

Килте час-часах хама тухтăр парса янă кĕнекене тытатăп. Вăл хуралса пĕтнĕ, кĕтессисем лÿчĕркеннĕ. Эпĕ ăна çапах питĕ юрататăп. Малтанах, Катя кăтартса панă май, эпĕ пĕлекен сас паллисене хам кĕнеке çинче шыраса тупаттăм. Вулама вĕренсен сăмахсене вулаттăм, анчах вĕсем мĕне пĕлтернине ăнланайман пирки питĕ тарăхаттăм.

— Катя, вĕрент-ха мана вырăсла, — терĕм эпĕ пĕррехинче.

— Вĕрентес. Вот час акă эпир шкулта вырăсла кĕнеке вулама тытăнатпăр. Ун çинчен учительница Анастасия Александровна хăй каларĕ, — терĕ Катя.

Манăн вырăсла кĕнеке пуршăн эпĕ питĕ савăнтăм. Куллен-кун Катьăсем патне çÿренипе эпĕ хăш-пĕр вырăсла сăмахсене ăнланакан пултăм, мĕн çинчен калаçнине самаях чухлатăп. Акă Катьăна амăшĕ калать:

— Дай кошке хлеба.

Катя Кушака çăкăр парать. Эпĕ «дай кошке хлеба» текен сăмахсем мĕне пĕлтернине тавçăрса илетĕп.

Пĕрре Катя иксĕмĕр кил картинче вылянă чух чупса кайрĕ те: «Лови меня! » — терĕ. Эпĕ вăл мĕн каланине ăнлантăм, ăна часрах хăваласа тытрăм. Катя çавăншăн питĕ хĕпĕртерĕ, сиккелесе кулкалать.

— Вот ăнлантăн, вот поняла, — тет вăл сенкер куçĕпе мана юратса пăхса. Эпĕ савăннипе кулатăп. Вăл мана икĕ аллипе хулпуççинчен ярса тытрĕ, эпĕ те ăна ыталарăм, иксĕмĕр те ташланă пек сиккелетпĕр.

Çапла манăн пĕчĕк учительница кунран-кун мана хăй пултарнăçемĕн вырăсла вĕрентсе пычĕ. Катя амăшĕ те часчасах манпа вырăсла калаçатчĕ. Эпĕ йăнăш калас марччĕ-ха тесе тĕплĕн шухăшланă хыççăн тин кирлĕ сăмахсене

калаттăм. Катя ашшĕне аса илсе ун çинчен амăшĕпе хурланса калаçнине эпĕ ăнланма пуçларăм. Ун пек калаçу пуçлансан вара шăпланса, хурланса лараттăм.

Ĕмĕр манми хуйхă

Тупмалли

Пролог
Эпĕ хама астума пуçлани
Инкексем
Иванюк лавккинче
Кĕслеçĕ
Манăн Юлташсем
Касак Ваççи
Шулли Иванĕ
Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма кайни
Пусăра
Куç Пăсăлни
Манехва
Хĕллехи Каçсенче
Çуркунне
Çимĕк каçĕ
Улăхра
Чиркÿ тума пуçлани
Кайăк хыççăн
Мăкаçей Çунни
Аттене Тытса Хупни
Кантуртисем Килни
Кукаçи пылĕ
Наçтиç каласа пани
Сывă пулăр!
Çĕнĕ тус Катя
Лашана сутни
Эпĕ шкула кайни
Пĕтрĕ шкула çÿресси
Пĕчĕк учительница
Ĕмĕр манми хуйхă
Шкула çÿреме пуçлани
Çĕнĕ пуп
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни
Çĕнĕрен килнĕ ача
Вутă йăтни
Типĕ мунча
Экзамен
Пичче инкекĕ
Юлташсенчен уйрăлса юлни
Чĕмпĕре тухса кайни

Кĕркунне атте вăйсăрланса çитрĕ, типсе хăрса кайрĕ, туяпа çÿреме тытăнчĕ. Йĕпе-сапа пуçлансан вăл выртрĕ те урăх тăраймарĕ, пуçне çытар çинчен те çĕклейми пулчĕ.

Кукаçи пирĕн пата час-часах килет, хăш чух çĕр выртать.

Пĕр ирхине эпĕ урамри чÿрече умĕнче кĕнеке вулакаласа ларатăп. Анне вучаха вут чĕртет. Кукаçи ун патне пычĕ те шăппăн çапла каларĕ:

— Кĕрĕве кĕлтутармалла пулĕ, ытла йывăррăн сывлама тытăнчĕ.

Анне питне хупласа сассăр йĕрсе ячĕ, пупа чĕнме кайрĕ. Кăшт тăрсан вăл пĕчченех килчĕ: пуп пасара кайнă иккен.

Атте хăй тĕллĕн мăкăртатать: лашана утă парасчĕ, стражника мĕншĕн пÿрте кÿртрĕр тет.

Кукаçи ăна йăпатать: «Никам та килмен-çке», — тет. Каçалапа атте ытлах та йывăрланчĕ. Çĕр ларма Улля аппа, Иван пичче тата пĕр хыткан пĕчĕк карчăк килчĕç. Кукаçи аппана пупа чĕнме ячĕ. Кăшт тăрсан аппа килчĕ, кукаçие тĕпеле чĕнсе каларĕ:

— Пуп çук, Шĕшлĕ патне хăнана кайнă.

— Чуп эппин Шĕшлĕ патне, пупа хăвăртрах илсе кил, аçу вилес çинче, — васкатрĕ кукаçи.

Аппа сăхманне тăхăнса тухса кайрĕ. Эпĕ тĕпелти урлă сак çинчи тĕркелесе хунă вырăн çумне тайăнса ларнă. Кукамайпа анне кăмака умĕнче йĕре-йĕре пăшăлтатаççĕ. Сĕтел тĕлĕнче çакăнса тăракан лампа шăши куçĕ пек çунать. Пÿртре пăчă, тĕттĕм, çынсем ассăн сывласа илни, пăшăлтатни илтĕнет, кил карти енчи чÿречерен тулли уйăх курăнать. Чылай вăхăт иртсен аппа Хашкаса çитрĕ.

— Пуп килмест, ÿсĕр, — терĕ вăл.

Кукаçи пуçне сулласа илчĕ.

Вырăн çине тайăнса ларнă çĕртех эпĕ çывăрса кайнă. Мана анне вăратрĕ.

— Тăр, ачам, аçу вилет… Тăлăха юлатăн-çке, тăр, курса юл, — терĕ вăл куççульпе супăнса.

Эпĕ тăрса лартăм. Тул çутăлнă. Хĕвел тухма пуçланă. Пÿрт тата пăчăрах. Çынсем хăшĕ сак çинче, хăшĕ урайĕнче лараççĕ. Кукаçи, анне, аппа аттен пуçĕ вĕçĕнче тăраççĕ. Халиччен çын вилнине курманскер, эпĕ атте патне пырсан вăл туртăшса сывланинчен питĕ хăраса кайрăм, хăвăрт пăрăнса урам енчи чÿрече патне пырса лартăм.

— Хăрарăн-и? — ыйтрĕ Улля аппа шăппăн.

— Хăрарăм, — терĕм эпĕ чĕтресе.

Кукамай хĕрелсе кайнă куçне кĕпе çаннипе шăлкаласа чÿрече умне куркапа шыв пырса лартрĕ.

— Чунĕ тухсан çак тăрă шыв çинче чÿхенсе тасалтăр, хăйĕн пирĕштийĕ ăна тÿрех пÿлĕхçĕ патне илсе кайтăр, — хурлăхлăн пăшăлтатрĕ вăл.

Çакна илтсен эпĕ куркари шыв çине пăхма тытăнтăм. Чун тени мана кайăк евĕр туйăнчĕ. Энĕш çинчи чĕкеç вĕçсе пынă хушăрах шыв çине анса илнĕ пек, чун та курка çине вĕçсе анса чÿхенсе илессине кĕтетĕп.

— Вилчĕ… — илтĕнчĕ кукаçи сасси.

Анне хытăрах йĕрсе ячĕ. Çынсем хушшинче ĕсĕклени илтĕнчĕ. Ман çывăхрах кукамай тăрать, вăл пуçне пĕкнĕ, куççуль тумламĕсем пичĕ тăрăх юхса анаççĕ.

Пĕчĕк хыткан карчăк атте пуç вĕçне тăчĕ те кĕтмен çĕртен уçă сассипе хурлăхлăн юрлама тытăнчĕ:

Хĕрелсе хĕвел тухнă чух

Саншăн çут кун сÿнейчĕ…

Эпир ырлăх кĕтнĕ чух

Пире хурлăх çитейчĕ…

Çапла каланă хыççăн вăл пĕр самантлăха чарăнса тăчĕ, ахлатса сывлăш çавăрчĕ те татах юрлама пуçларĕ:

Чĕкеç килĕ чĕлхипе,

Сан чĕлхÿне илтес çук.

Куккук килĕ сассипе,

Сан сассуна илтес çук.

Шăпчăк килĕ юррипе,

Сан юрруна илтес çук.

Хурăн çырли пиçнĕ чух

Хурăнташран уйрăлтăн,

Çĕр çырлийĕ пиçнĕ чух

Çĕртен, шывран уйрăлтăн…

Карчăк такмакне эпĕ малалла тÿссе тăраймарăм, йĕрсе ярса кил картине тухрăм. Кăшт тăрсан сасă илтĕнми пулчĕ. Кукаçипе Иван пичче пÿртрен тухрĕç, лаç умĕнчи сак çинчен пĕрер витре илчĕç. Кукамай пÿртрен çип илсе тухса витре хăлăпĕ çине виçшер сĕвем çакрĕ. Кукаçипе Иван пичче аттене çума шыв ăсма кайрĕç.

— Витре хăлăпĕ çине мĕншĕн çип çакрăн, кукамай? — ыйтрăм эпĕ.

— Йăли çапла, ачам, — терĕ кукамай. — Шыв ăсиччен çип сĕвемĕсене çăлкуç юхса тăракан çĕре хураççĕ.

— Мĕншĕн апла тăваççĕ?

— Ку вăл çăла парне пани пулать.

— Мĕншĕн параççĕ парне?

— Ан минкĕртет-ха паян, ÿлĕм калăп, — терĕ кукамай ман çине тинкерсе пăхса. — Кĕпе вĕççĕнех тухнă-çке эсĕ… сивĕ… сăхман тăхăн, уруна сыр.

Вăл пÿрте кĕрсе мана мĕн кирлине илсе тухрĕ. Эпĕ пуçа шурă пир тутăр çыхрăм, çие сăхман тăхăнтăм, кĕлет умне ларса ура сыртăм.

Кукаçипе Иван пичче шыв ăсса килчĕç, алкум вĕçне çитсен хĕвел тухăçнелле виççĕ тайăлса илчĕç, вара витрисене йăтса пÿрте кĕрсе кайрĕç.

Лупас айĕнче эпĕ палламан икĕ çын хулăн хăмасем савăлама тытăнчĕç: атте валли тупăк тăваççĕ.

Атте тăванĕсем тата кÿршĕ çыннисем — пиллĕкĕн — тимĕр кĕреçесем тата лум илсе масар çине шăтăк чавма тухса кайрĕç.

Аппа пичче патне атте вилни çинчен пĕлтерме каять. Вăл кивĕрех сăхман тăхăннă, пуçне хĕрлĕ тутăр çыхнă, урине шурă çăм чăлха, хура нуски, çĕнĕ çăпата сырнă. Çурăм хыçне хутаçпа çур çăкăр çакнă. Анне аппана çурма сасăпа хăвăрт-хăвăрт темĕн каласа ăсатса ячĕ.

Кÿршĕ хĕрарăмĕсем пирĕн пата чарапа е чĕреспе çăнăх, салат е сĕт илсе пыма пуçларĕç. Кукамай хĕрарăмсене тав туса килнĕ япаласене хăшне пÿрте илсе кĕрет, хăшне кĕлете тухса хурать.

Эпĕ пахчана тухса кăшт уткаласа çÿрерĕм, вара карта хĕрринчи курăк çине лартăм. Пуссалла кĕтÿ кĕрлесе тухрĕ. Шăхличĕ сасси хурлăхлăн илтĕнет. Хуйхă мана кунта пĕччен ларнă чух тата ытларах чĕрене касма тытăнчĕ.

Эпĕ пуçа пĕксе хурланса йĕрсе ятăм… Темĕнле кайăк манăн пуç урлă вăрт! вĕçсе кайрĕ. Атте чунĕ пулĕ тесе эпĕ ăна курасшăн ура çине тăтăм, пăхатăп — ман пата Катя килет. Вăл хулăн хăмăр пальто, амăшĕ çыхнă хĕрлĕ çĕлĕк тăхăннă. Эпир унпа курăк çине юнашар лартăмăр.

— Аçу вилнине илтрĕм те, аннепе килтĕмĕр. Вăл пÿрте кĕчĕ, эпĕ — сан пата, — терĕ Катя.

— Санăн папа çук… Манăн та атте çук ĕнтĕ, — хурланса каларăм эпĕ.

— А эсĕ, Марфушка, ан йĕр, — йăпатрĕ вăл мана, — айта вылятпăр.

— Мĕнле?

— Ну, утă çулмалла.

Манăн тус пĕчĕк шурă аллипе типĕ курăка татса илчĕ. Вăл сĕннĕ вăйă ман кăмăла кайрĕ. Иксĕмĕр те сарăхнă кĕске курăка татса пĕчĕк купасем тума тытăнтăмăр.

— А теперь капан тăватпăр, — терĕ Катя.

Эпĕ пĕр-икĕ шитлĕ патак тупрăм, ăна çĕре тирсе лартрăм — пулчĕ капан варри. Пĕчĕк купасене капан варри йĕри-тавра пуçтарса лартрăмăр. Тепĕр патакпа (сенĕк ĕнтĕ вăл!) чикĕмсем тирсе капан хума пуçларăмăр.

— Катя! — илтĕнчĕ кил картинче амăшĕн сасси.

Ман юлташ капан хурса пĕтермесĕрех тăрса чупрĕ. «Шкула каймалла», — тесе хăварчĕ.

Эпĕ капана пĕчченех хурса пĕтертĕм. Манăн карта хĕррипе нумай капан лартса тухас килчĕ. Тата курăк çăлма тытăнтăм. Ĕçленĕçемĕн чĕрĕ чухнехи атте, унпа пĕрле çÿренисем аса киле пуçларĕç…

Нумаях пулмасть, атте ураран ÿкиччен, эпир унпа Чăшкасси чиккинчи ана çине ыраш калчи пăхма кайсаттăмăр. Çанталăк кĕр еннелле кайнă пулин те лайăх, хĕвел ăшшăн пăхать. Атте сăхманне йÿле янă. Çитес çĕре çитсен ана çине ларса кантăмăр. Тырри аван шăтнă. Уншăн атте хĕпĕртерĕ. Çула май Чăшкасси вăрманне кĕрсе мăйăр татрăмăр. Çĕлĕк тулли пулчĕ. Атте пĕрне те катмарĕ, пĕтĕмпе мана пачĕ… Эпĕ çаплах курăк çăлатăп. Ĕнтĕ пĕчĕк купасем нумай, анчах капан тума васкамастăн. Шкултан тухсан, тен, Катя килĕ, унпа пĕрле вара капан хывăпăр. Эпĕ икĕ юплĕ патак та тупнă, ăна пĕр пĕчĕк купа çине тирсех лартрăм.

Асаилÿсем пуçран тухмаççĕ. Атте чĕрĕ пекех туйăнать. Çакă аса килчĕ. Пĕрре çулла, çырла пиçнĕ вăхăтра, аттепе иксĕмĕр пуп пахчи айккипе пыратпăр. Карта хушăкĕнчен тăртанса хĕрелнĕ шултра чие çырлисем курăнаççĕ. Эпĕ, атте умĕнче пыраканскер, алла карта хушăкне чиксе ятăм та çырлаллă турата тытрăм. Атте манăн алла кап! ярса илчĕ.

— Мĕн тăватăн? — ыйтрĕ вăл мана куçран чăр! пăхса. — Ан тат! Çын япалине илме ан вĕрен!

Эпĕ пĕр çырлине тивмесĕр алла карта хушшинчен кăлартăм. Килте мана атте пĕр вăрра вĕреннĕ ача çинчен каласа пачĕ. Вăл малтан çынсен çырлине карта хушăкĕнчен çеç татнă тет. Хăйса çитсен кÿршĕри улмуççи пахчисене çаратакан пулнă тет. Каярахпа хурт Вĕллисене тустарма пуçларĕ тет. Ашшĕ-амăшĕ çав ачана ятламан, вăл илсе килнĕ япаласене кула-кула йышăннă тет. Çитĕнсен ывăлĕ лаша вăрлакан пулать. Ăна тытса питĕ хĕнеççĕ, тĕрмене хупаççĕ, кайран Çĕпĕре янă тет. Асту, ан тив çын япалине! Çĕртен тупсан та ан йышăн, кам çухатнă — çавна пар.

Асаилÿсем тата та килеççĕ. Сăмсана çу шăрши кĕчĕ. Манăн паçăрах çиес килет. Çăкăр касса илес тесе пÿрте кĕтĕм.

Аттене çуса тумлантарса тупăка вырттарнă, çине пир витнĕ. Анне аттен сăхман кĕсйине табак кушелккипе чĕлĕм чикрĕ, пуçĕ айне катăк çĕçĕ, шĕшлĕ, пушăт татăкĕ хучĕ.

Эпĕ атте пичĕ çинчи пире сирсе пăхрăм: унăн икĕ куçĕ çине те тĕттĕм хĕрлĕ эрмен пурçăнĕ хунă. Сăмсипе хăлхисене çав пурçăна чикнĕ. Кайран мана анне кун пирки акă мĕн каласа пачĕ.

Вилнĕ çынна хирĕç, ăна масара илсе пынă чух, пур вилесем те тухаççĕ тет, унран: «Мĕн ырри пур, мĕн усалли пур? » — тесе ыйтаççĕ тет. Лешĕн вара çапла каламалла: «Куçа та, сăмсана та, çăвара та хупларĕç; нимĕн те курман, илтмен, туйман». Ыррипе усаллине курни çинчен пĕлтерсен вилесем ăна çапла калаççĕ тет: «Эсĕ мĕн курнине, илтнине калатăн, пирĕн çын мар эсĕ, йышăнмастпăр сана», — теççĕ тет. Вилнĕ çыннăн вара канăçа пĕлмесĕр хăй валли вырăн шыраса çÿремелле пулать.

Кăмакара вут шатăртатса çунать. Кукамай икĕ çатмапа икерчĕ пĕçерет. Сарă икерчĕсем ывăс çинче чылай

купаланнă. Анне мана виçĕ-тăватă икерчĕ сăра курки çине хурса пачĕ. Эпĕ куркана илсе пÿртрен тухрăм, кĕлет умне хĕвел ăшшине ларса çиме пуçларăм.

Кĕтÿ яла кĕриччен шăтăк чавакансем ĕç пĕтерсе таврăнчĕç, витрери шыва куркапа ăсса çăвăнма тытăнчĕç.

Кукамай çынсене лаççа чĕнсе çемçе çăкăрпа сĕт яшки, çăмарта хăпартни, икерчĕ çитерчĕ.

Каç пулсан виле çинче ларма тăвансем, кÿршĕсем киле пуçларĕç. Анне мана çывăрма Улля аппа патне кайма хушрĕ. Ăшă кăмăллă карчăк мана хăйпе юнашар вырттарчĕ, тăлăха юлтăн-çке тесе чылайччен ачашларĕ. Унпа Çтаппан пиччене, тимĕрçе аса илтĕмĕр.

— Ăçта-ши вĕсем? — терĕ Улля аппа ĕсĕклесе. — Чĕрĕши, вилĕ-ши? Тутă-ши, выçă-ши?

Улля аппа кăшт лăплансан эпĕ унран атте чунĕ халĕ ăçта çÿрени çинчен ыйтрăм.

— Хĕрĕх кун хушши вăл кил таврашĕнчех пулать, — терĕ карчăк.

— Чунĕ тупăка кĕрсе лармасть-и?

— Çу-ук, мĕншĕн унта кĕтĕр вăл, ирĕкре çÿрет.

— Мĕн пек вăл чун? Кайăк пек-и?

— Ăна, ачам, калама пултараймастăп, кайăк пек те, сывлăш пек те теççĕ.

— Кайăк пулсан ăна тытма та пулать пулĕ?

— Ан калаç кирлĕ мара, ачам, çывăр.

Эпĕ пĕр авăка чĕнмесĕр выртнă хыççăн аттене хăçан пытарасси çинчен ыйтатăп.

— Ыран, пиччÿпе аппу Кукшакран килсен, — терĕ карчăк. — Ĕнтĕ аçу, ачам, юлашки çĕр килте выртать, ыран çĕре кĕрет, ĕмĕрлĕхе уйрăлатпăр.

Улля аппапа иксĕмĕр те йĕретпĕр.

Ирхине вăрансанах эпĕ хăвăрт ура сыртăм, тумланса киле чупрăм.

Хĕвел тухман-ха. Сивĕ. Шап-шурă тăм ÿкнĕ. Эпĕ кил картине кĕрейнĕччĕ çеç — пиччепе аппа çитрĕç. Анне йĕре-йĕре вĕсене хирĕç алкум вĕçне тухрĕ.

— Ах, Иван, Альтик, мĕн тăвăпăр, ачамсем?..

— Пит ан çун-ха, анне, — терĕ аппа пÿртелле кĕрсе.

— Пысăк хуйхă çумне тата тепри хушăнчĕ, — каласа парать анне.

— Мĕн апла? — ыйтрĕ пичче именсе пăхкаласа.

— Пачăшкă аçуна масар çине пытарасшăн мар. Чиркÿ хуралçи Упрам килсе каларĕ.

— Мĕншĕн юрамасть? — ыйтрĕ пичче тĕлĕнсе.

— Кĕлĕ тумасăр вилнĕ çынна масар çине кĕртме саккун çук тесе калать тет пачăшкă.

— Ăçта пытармалла-ши апла?

— Масар тулашне пытарма хушнă тет. Чиркĕве те кĕртместĕп, турттарса кайччăр выльăхла терĕ тет.

— Чиркĕве кĕртменни нимĕн те мар-ха вăл, — терĕ пичче, — анчах масар тулашне çырмана мар, шăтăкне ăçта чавнă çавăнта пытарăтпăр.

— Масарта пултăрччĕ çав, — терĕ анне.

Пичче сăхманĕпе çĕлĕкне хывса пăтана çакрĕ те аннепе пÿрте кĕчĕ. Пÿртре кукаçи тата виçĕ-тăватă çын лараççĕ. Кукамай аппана икерчĕ çитерет.

Пичче тупăк патне пырса атте пуçĕ çинчен пире сирчĕ. Чылайччен пăхса тăчĕ… Куçĕ ун шывланчĕ, пир çине шултра тумламсем ÿкрĕç.

Куçне аллипе шăлкаласа пичче кукаçи патне пырса ларчĕ, вара иккĕшĕ хуллен сăмахлама тытăнчĕç. Сăмах аттене чиркĕве кĕртесси çинчен пырать, кукаçи пупа йăлăнса пăхасшăн, ял евĕрлĕ пытарăр тет; пичче пуçне пăркалать, пупсăрах пытарма пулать тет.

Кăнтăрлапа пирĕн пата çынсем пухăна пуçларĕç. Атте тăванĕ лаша кÿлсе килчĕ, ăна урама хапха юпинчен кăкарса тăратрĕ. Кукамай васкасах пăтă пĕçерет. Анне йăрха-ха çĕлен çип хутăрĕ çакрĕ. Пÿртри çынсем çав хутăртан кашнийĕ пĕрер сĕвем туртса илсе тупăк урлă хума тытăнчĕç. Ваттисем çип хунă чух темĕн пăшăлтатаççĕ.

— Аçу чунне пÿлĕхçĕ патне çитме ырă çул пултăр теççĕ вĕсем. Çÿлти патшалăха чун çип тăрăх улăхать, — ăнлантарса парать мана карчăк.

Пÿрте çынсем тулчĕç. Кукамай сĕтел çине пăтă лартрĕ.

— Кĕрÿ, çула тухса кайиччен тăванусемпе, ял-йышпа ларса апатлан, — терĕ кукаçи, унтан сĕтел умне пушăт питлĕ пукан лартрĕ, чашăк патне атте кашăкне хучĕ. Çавăн хыççăн атте тăванĕсемпе кукаçи сĕтел хушшине ларчĕç, виçшер кашăк пăтă çирĕç те сĕтел хушшинчен тухрĕç. Вĕсем вырăнне ыттисем кĕрсе ларчĕç. Пÿртри çынсем пурте сĕтел хушшине кĕре-кĕре тухнă хыççăн тупăк çывăхне тăчĕç. Ĕнерхи пĕчĕк типшĕм карчăк аттен пуç вĕçĕнче хурлăхлăн юрласа ячĕ. Анне тупăк çине ÿпĕнсе, сывлăш çавăраймасăр йĕрет. Пичче ăна хулпуççинчен çемçен тытса тĕпелти урлă сак çине лартрĕ.

Тупăка улттăн пирпе йăтса пÿртрен илсе тухрĕç. Кил картинчен тухиччен татах карчăк сасси илтĕнчĕ. Вăл юрласа пĕтериччен тупăк йăтнисем вырăнтан тапранмарĕç.

— Пĕчĕк хĕр ачине тупăк урлă каçарăр, тăлăх ан пустăр, — терĕ пĕр ватă хĕрарăм.

Мана, йĕрсе тăраканскерне, хыçалтан такам хул айĕнчен тытса çĕклерĕ, тупăк урлă каçарса пĕр хĕрарăма тыттарчĕ, лешĕ мана çĕре тăратрĕ.

Пусă хапхи патне çитсен карчăк юлашки хут юрларĕ. Тупăка урапа çине лартрĕç, хупкăчине хупларĕç. Шат! шат! çапрĕ пăта çине мăлатук. Аттешĕн çутă кун хупăнчĕ. Пире ĕмĕр манми хуйхă юлчĕ.

Аттене пытарсан виççĕмĕш кун çинче пичче каллех Кукшака кайрĕ. Анне ăна атте пумилккине ирттериччен ярасшăн марччĕ, пичче килĕшмерĕ. «Кăçал атте çук, хамăн ытларах ĕçлес пулать», — терĕ. Аппапа иксĕмĕр пиччене хурăнлă çул урлă каçарса ăсатса ятăмăр.

Атте вилни çиччĕмĕш кун. Анне «çиччĕшне» асăнса икерчĕ пĕçерчĕ. Каçалапа пирĕн пата Улля аппа, кукамайпа кукаçи, Иван пичче килсе ларчĕç. Аттене ăшă кăмăлпа асăнса пуçламăш курка сăра ĕçнĕ чух умĕнче пултăр тесе сăрана кăшт тăкрĕç. Пурте сĕтел хушшине вырнаçса лартăмăр. Атте вырăнĕ çеç пушă. Эпĕ апат çиме лармассерен ун валли кашăк хуратăп. Мана çапла тума кукамай каланă. Хĕрĕх кунччен вилнĕ çын килтех апат çиет, хăй çеç курăнмасть тет. Анне апата ларнă чух шăппăн: «Кил, ашшĕ, апат çиме лар», — тет. Эпĕ ăна курасшăн пăхатăп, тен, вăл тĕтре пек курăнĕ тетĕп, — çук, курăнмасть.

Апат çисе ларнă хушăра пуп килсе кĕчĕ. Аллинче ун тăваткал хутлатнă хут пур.

— Митрине шытыкран кыларса Мазар толажне быда-раз болать. Акы хот становой пристав яны. Сейчас кайыр да кыларыр. Она Мазар çинче вырдма закон хошман, — терĕ пуп урам енчи чÿрече патне хăюллăн пырса ларса.

Пурте тăр хытса кайрĕç. Кукаçийĕн шĕвĕркке сухалĕ чĕтреме тытăнчĕ. Анне аллине чĕре патне тытнă, пичĕ хăйĕн пуçĕнчи сурпанпа чалма пекех шурă.

Кукаçи сĕтел хушшинчен тухрĕ те хумханса каларĕ:

— Пачăшкă, кĕрÿве пытарни ĕнтĕ ултă кун… Пытарнă çынна шăтăкран мĕнле кăларас?

— Кылараз болать, закона бузас мар. Зире Мазар зине ан быдарыр тезе галанă, кил тумазыр вилни зынна эзир быдарны, — терĕ пуп.

Анне йĕрсе ячĕ.

— Ял пек тăвас тесе шутларăмăр… Упăшканăн ашшĕ-амăшĕ, ачи-пăчи, йăхĕ-тĕпĕ — пурте масарта, вăл пĕччен тулашĕнче çырмара вырттăр-и?

Пуп анне çине сивлеклĕ пăхса илчĕ.

— Стражниксем тобыга кыларза лардазь, хоть йыдо зидир.

— Ай-яй! — кăшкăрса йĕрсе ячĕ кукамай. — Хăвна çапла тусан ырă пулĕ-и?!

— Чарын, карчык! — терĕ пуп, унтан вăрăм тумтирĕпе чăлханса алăк патнелле утрĕ. Тухса кайнă чух пĕр сăмах: «Прасковья» тесе аннене чĕнсе хăварчĕ.

Анне васкаса ун хыççăн тухрĕ.

Кăшт тăрсан эпĕ кил картине тухиш турăм, картлашка вĕçне лартăм. Алкумĕнче анне тарăхса сăмахлани илтĕнет:

— Çук-çке, пачăшкă, ун чухлĕ укçа.

— Лажа зотны эзир, окза бор, бамазан кылар тобыг. Смотри, мана окза баны тэзэ нигама да ан гала.

— Аттепе сăмахласа пăхасчĕ кун пирки, — пăшăлтатрĕ анне.

— Не надо, не надо, абла болзан кылар тобыга, — терĕ пуп алкумĕнчен кил картинелле тухса. Эпĕ лупас айне кайса тăтăм.

Анне, тин утма вĕренекен ача пек, тĕрексĕр пускаласа кĕлете кĕчĕ, унта пăртак кăштăртатса тăнă хыççăн пуп патне пычĕ, вара чĕтрекен сассипе:

— Ил, пачăшкă, ме, — терĕ.

Лешĕ анне патне аллине кăнтарса илчĕ те хăвăрт тухса кайрĕ. Анне картлашка çине тĕшĕрĕлсе анса уласа йĕрсе ячĕ…

Тĕттĕм пуласпа çынсем саланчĕç. Анне вĕсене йĕре-йĕрех ăсатса ячĕ. Кăшт лăплансан вăл сăра курки çине виçĕ-тăватă икерчĕ хучĕ, сăхманне тăхăнчĕ.

—Ăçта каятăн, анне? — ыйтрăм эпĕ.

— Вилнисене пама, — терĕ вăл.

Эпĕ хăвăрт тумлантăм та аннепе пĕрле тухрăм. Тĕттĕм пулайман-ха. Çанталăк сивĕтнĕ, уяр. Эпир хурал пÿрчĕ хыçĕнчи пĕчĕк çырма патне пытăмăр. Анне сăра куркине умра тытса çырма хĕрне кукленсе ларчĕ. Малтан вăл аттене асăнса икерчĕ кăшт татса илчĕ те çырмана пăрахрĕ, вара асаттепе асаннепе, вилнĕ ачисене асăнчĕ, вĕсен ячĕпе те икерчĕ таткаларĕ, кĕлтурĕ.

— Умра пултăр, тутă пулăр, апатăр ан иксĕлтĕр, пĕр татăкран пин татăк пултăр, пинрен тата пин, тата пин пултăр…

Анне çапла каласа пĕтерсен эпир килелле утрăмăр.

— Ах тур, — тарăхрĕ анне, — хуйхă çине хуйхă. Пуп вунă тенкĕ шăйăрса илчĕ… Пĕтрĕ лаша илесси…

Advertisements

Ача Чухнехи ][ Трубина Мархви 3” çине 4 шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s