Левитан ][ Геннадий Айхи

Эп, ун кашни ÿкерчĕкне курса,
Хама ялан ачалăхра туятăп.
Пăхатăп та хама манса тăнлатăп
Çил вăрманта вăратакан сасса.
Çапла малтан хăй чĕркуççи çинче
Пире тĕлĕнтерет пуль çут тĕнче.

1950