
Геннадий Айхи — … Тĕплĕнрех→
Эсĕ – пур
«Эсĕ пур» теекен шухăшпа
Йăпанатăп,— эс сассăр чухне.
Тен, хĕртмесĕр лăпкăн çутăпа
Ăшăнатпăр çапла — кĕр енне.
Эп ыйтни вăл — ĕç мар, сăмах мар.
Мĕн-ха вăл? Ун пĕлтерĕш — епле?..
Эсĕ — пур. Сахал мар та,— калар:
Нумаях та-çке мар,— темелле…
Куç — чĕр пурнăç, чĕр сăн çеç ыйтать.
Çук — ыйтни. Чун çапах ăшăра:
Те чĕре манăçса улталать,
Те иртнин ĕмĕлки асăмра?
Пăшăлтатнă пек, ман кунçулта
«Эсĕ — пур» тени пур-çке пĕрех, —
Типĕ шĕшкĕ çулçи вăрманта
Чăвашла чăштăртатнă пекрех…
1974
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Алексей Милли: Кушлавăш мăнастирĕ çинчен
- Василий Сбоев: Çĕр Ĕç Ăстисем
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ