Кĕр енне çулсем тап-такăр ][ Геннадий Айхи


В. Пыркина

Кĕр енне çулсем тап-такăр,
Янкăр уяртан-тăр-и,
Юриех çуран утатпăр,
Калаçма тесе — юри.

Вунă çул пĕрле вĕреннĕ,
Ларнă иккĕн юнашар,
Халĕ, уйрăлма тивсен ак,
Пĕр сăмах та путлĕ мар.

Шÿт тума ăстаччĕ шав эс,
Халь — пуплетĕн ерипе…
Молотилка кĕрĕ-шавĕ —
Пăрçасем ташланă пек.

Инçетре хуллен пуçларĕç:
«Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт…»
Пур çĕрте те хаклă мар-и
Хамăр ен те хамăр çурт.

Грузовик иртсе çухалчĕ —
Тутăр сулчĕçĕ хĕрсем…
Яланах асра пулсанччĕ
Çакă кĕмĕл эрĕмсем.

Хурсене пĕрле пухасшăн
Ачапча йăслать, куран.
Тек чупаймăпăр, юлташăм,
Хăмăл çийĕн çаруран.

Сукмаксем халь уйрăлаççĕ:
Йăлтăр кÿлĕ хĕррине
Шăвăнса вĕсем тухаççĕ,
Улăхаççĕ ту çине…

Кĕр енне çулсем тап-такăр,
Çат выртать машин йĕрри.
Юлашки тесе утатпăр
Юриех çуран, юри.

1953

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.