Геннадий Айхи: Вунсаккăра ярса пусатпăр


Геннадий Айхи

Геннадий Айхи — … Тĕплĕнрех→


Вунсаккăра ярса пусатпăр,—
Кунçул — шăвать хăй юххипе,
Çитет,— чĕре пĕр харăс таптăр
Васкавлă пурнăç таппипе,
Кашни таппи мала васкаттăр,
Мала — кунçулăн тăршшипе!

Пĕрле, пĕр евĕр çунатланнă
Ман ырă яшлăх тусĕсем,
Иртни çине пăхса, ан манăр:
Малта — тата маттур кунсем,
Пире ÿстернĕ, çул-йĕр панă,
Хывар эпир те çĕн йĕрсем!

1951

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.