Александра Лазарева: Aйăп


Александра Лазарева — ача-пăча çыравçи, куçаруçă. Авиаци техникумĕнче вĕренсе тухса хĕрарăмсен пĕрремĕш эскадрильине кĕнĕ, анчах сывлăхĕ япăхланнă пирки Шупашкара куçнă. Журналсенче тата радиора редактор пулса ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→


Сайтран:

 

«Турăçăм, чăлах пулма ан парах, çын куçĕнчен пăхмалла ан тăвах мана!» – тет калавăн тĕп сăнарĕ Елампи. Ватăлнă кинемее, «тĕн сĕрĕмне»  парăннă хĕрарăма пĕр енчен шеллесе, тепĕр енчен питлесе тухса тăратать вулакан умне религи çинчен çырма кăмăллакан Александра Лазарева.  Хăйĕн тепĕр вăрăмрах повеçĕнче тĕп геройинисенчен пĕрин çăварнĕ «Совет влаçĕ ĕмĕрлĕхех юлать. Никам та çĕнеймест ăна. Ăнланатăр-и çавна, хĕрачасем?» сăмаха чыхать хисеплĕ прозăçă. Самана этем ĕмĕрлĕхех туса лартнă япаласене аркатса-салатманпулсан, тен, унăн калавĕсене паян асăрхансарах хак парăттăмăр. Анчах ĕмĕр тăршшĕ те лармарĕ Совет влаçĕ. Коммунистла чăваш прозин пĕтĕм парадигми арканни, унăн ăшăх реализмĕпе пушă моралĕ малалла илсе кăтартнă калавра çиеле тухать. Елампин кĕлли вара самана витĕр тĕрĕс пулни курăнать.

«Айăп»ăн шухăшĕ – сывлăх упрас ĕçре те «тĕн сĕрĕмĕнчен хăтăлмалла» – ултавлă пĕтĕмлетÿсем çинче тытăнса тăрать. Елампие тĕне пĕлсе ĕненекен çын пек курăнмалла тунă пулсан та, текст ытларах Лазаревăн тĕне çиелтен ăнланнине кăтартса парать. Е Анат Киняр Çÿлтикасси таврашĕнче тĕне тарăнмаррăн ăнланнине сăнлать. Çапла вара ача чирленине курсанах Елампи  мунча милĕкĕ витĕр шыв пĕрĕхсе «Тьфу! Тьфу! Усал куçсем, хаяр куçсем — тухса кайччăр! Хура куçсем, кăвак куçсем, симĕссисем, саррисем — тухса кайччăр!» тесе киреметçĕ тĕшмĕшне ерет. Лазаревăн тĕн туйăмĕ те çакăнашкал хĕрарăмсен курса ÿснипе витĕмленнĕ пулмалла.

Автор тарасан пĕр чашăкне «Турă сыватать» кире хурать, теприне — «Совет тухтăрĕ сыватать». Вара Христоса ĕненекенсем  тухтăра каймалла мар пек пулса тухать.  Çакă айванла шухăш тата ултавлă противоречи пулнине нумайăшĕ пĕлеççĕ.  Библи те асăрхаттарать: «(1) Тухтăр вăл — кирлĕ, ăна хисепле: ăна Çÿлхуçа пултарнă, (2) сиплес хастарлăхне ăна Çÿлти Турă парать, вăл патшаран парне илсе тăрать.» (Сирах 38). Паллах, хисеплĕ çыравçă çакна пĕлменнине пула Елампи те, пуп та пирĕн умрах тата та пысăк çылаха кĕреççĕ. Калав вара тискер психологи енчен хавшак, абсурдпа вĕçленет.

Калав стильне илес пулсан, ăста çыравçă текста уçăмлă, çăмăл чĕлхепе çырать. Пуçламăшĕнчен вĕçне çити вулакана майлă çавăрать.

 


 

Айăп

Калав

Çурхи ăшă кунсем çитсе килнĕ чух Елампи инке кĕтмен çĕртен чирлесе ÿкрĕ. Пилĕк ыратнипе çав тери аптрама пуçларĕ вăл. Ку чирпе унччен те аптракаланă та-ха çынни, анчах вĕри кăмака çинче хĕртĕнкелесе выртсан, яланах иртсе кайнă. Халь акă ун пек те туса пăхрĕ, вĕри мунчара хурăн милĕкĕпе те çав тери тăрăшса çапăнчĕ, пилĕкне денатуратпа та сĕтĕрчĕ, çапах та ыратни пурĕпĕр иртсе каймарĕ. Шалт аптраса çитрĕ Елампи.

Кайри пÿрт кĕтессинче унăн турăшсем пур. Юрать ара, ывăлĕпе кинĕ лайăх та, кунта турăшсем усрама чармаççĕ ăна. Хăйсен вĕсен малти пÿлĕмре радио та, телевизор та пур,— хăш чух ăна Елампи те пăхкалать. Анчах хăй пурнăçĕн йĕркине çирĕп тытать: çывăрма выртас умĕн те, ир тăрсан та турăш умĕнче çине тăрсах кĕлтăвать. Атте-турă ăна ялан икĕ пÿрнипе юнаса ларать, унпа юнашар пĕчĕк кăна çаппа-çарамас пирĕштисем аллисене хĕресле тытса тăраççĕ.

«Ахальтен мар юнать-ха вăл мана, çылăхăм пурах çав манăн, пурах! Кĕçĕн мăнукăма ку таранччен те чиркĕве илсе кайса тĕне кĕртеймерĕм… Çакăнтан сываласчĕ кăна-ха,—мĕн тумаллине тăватăпах»,— шухăшларĕ Елампи пĕр ирхине, пилĕкĕ ытах та хытă ыратнă чух. Унтан иртнĕ çуллах, чиркÿ праçникĕ кун, илсе килнĕ «çветтуй шывне» кĕленчерен стакан ăшне ярса илсе темиçе çăвар сыпрĕ, юлашкине пилĕкне йĕпетсе илчĕ.

— Каçар, турăçăм, сывалсанах хамăн пĕтĕм çылăхсене каçарттаратăп…—Çак сăмахсемпе карчăк хĕвĕнчен пĕчĕк кĕленче кăларса çăнăх пек тапак шăрш-ларĕ те, çине-çине ачху! туса, пĕр хушă ахлаткаласа ларчĕ.

Каçалапа Елампи вырăн çинех тăсăлса ÿкрĕ. Тата хытăрах ыратма тытăнчĕ-çке унăн пилĕкĕ. Вăл ĕнтĕ хускалаймиех пулса çитрĕ, вăхăчĕ-вăхăчĕпе йынăшсах ячĕ. Йывăр пулнă пирки каçхи апат та хатĕрлеймерĕ, уншăн хыпăнсах хуйхăрнă.

— Мĕн усси-ха капла манран? Кинпе пĕчĕк ачи ĕнер тăванĕсем патне кайрĕç… Акă, часах кĕтÿ кĕртсе ярать, ĕнине сумалла… Ах, турăçăм, турă амăшĕ!— Елампи тăма пикенет, анчах та пултараймасть.—Пăхха, тытсах пăрахрĕ вĕт, эсрелĕ! Каплах пулсан, кам пăхĕ мана? Турăçăм, чăлах пулма ан парах, çын куçĕнчен пăхмалла ан тăвах мана! Тем курса ларăн… Турра шĕкĕр, кинĕ лайăх çын пулчĕ, нихçан та пĕр сив сăмах илтмен унран. Ялта та ырă ятлă, кăçал авă митал та пачĕç ăна. Ывăлăм Йăкăнат та, ашшĕсĕр ÿсрĕ пулин те, хам сăмахран нихçан иртмен. Аслă мăнукăм та хисеплет, те-ек мана çутта кăларасшăн тăрăшать, кĕнекере мĕн вуланисене каласа парать, мăнтарăн ачи…— Елампи хăй тĕллĕн кулса илчĕ.— Анчах ытлашши чирлесех кайсан, кам юратĕ-ха мана? Ах, турăçăм, турă амăшĕ, тархасшăн ура çине тăратăр мана!..

Каçхине кил-йышĕ киле пухăна пуçларĕ. Кинĕ кун каçа ĕçлесе ывăннă та пулĕ, çапах та пÿрте кĕнĕ-кĕмен вучаха апат çакрĕ, унтан ĕне сума тухрĕ.

— Пылпа вĕри сĕт ĕçсе тарлас пулать санăн, анне,— терĕ вăл, пÿрте таврăнса кĕрсен.

— Тарланипе кăна иртсе каяс çук, эпĕ халех фельдшер патне каятăп,— терĕ те ывăлĕ, тÿрех урамалла тухса утрĕ.

Тепĕр çур сехетренех вăл ялти фельдшерицăна, Вера Ивановнăна илсе пычĕ. Питĕ кăмăллă, калаçма юратакан хĕрарăм вăл. Ку колхозра темиçе çул ĕçлет ĕнтĕ. Мĕн чухлĕ çынна тĕрлĕ чирсенчен сыватрĕ пуль! Çавăнпа пурте хисеплеççĕ, чунтан шанаççĕ ăна…

Елампи хăйĕн ĕмĕрĕнче тухтăрсем патне пĕрре те кайса курман, каяс тесе те шутламан. Анчах халĕ вăл тем тума та хатĕр, ыратни чарăнтăрччĕ çеç… Вера Ивановна Елампие пăхнă хыççăн унăн пилĕкĕ çине банкăсем лартрĕ, темле эмелсем пачĕ, ăшă тытма хушрĕ. Тепĕр кунне каллех килсе пăхма пулчĕ. Çакăн хыççăн карчăк чăнах та хамалана пуçларĕ.

— Турă та хута кĕмерĕ хальхинче. Çылăхĕсем ытла нумайланса кайрĕç пулмалла… Тухтăрах чĕнме тиврĕ, уншăн турри каçартăрах… Утакан пулсанах мĕн тумаллине пĕлĕттĕм те-ха…— хăй тĕллĕн пăшăлтатса выртрĕ Елампи.

Тепрер эрнерен вăл сывалсах çитрĕ те нимрен малтан турăш умне çурта çутса лартрĕ, унтан вăрахчен чĕркуççи çинче тăрса, хăй пĕлнĕ кĕлĕсене пăшăлтатса сăхсăхрĕ.

— Асанне, асту, ун пек чĕркуççи çинче нумай тăрсан, санăн каллех пилĕкÿ ыратма пуçлать акă,— кулса илчĕ унран пĕчĕк мăнукĕ Ванькка.

— Кай, ан кансĕрле, кĕнекесене вĕрен!— терĕ Елампи çилĕпе.— Асаннÿ вăл хăйĕнне хăех пĕлет. Эсĕ айван-ха, ним те ăнланмастăн, шĕшлĕ!

Елампин кил таврашĕнче ĕç питĕ нумай: пахча-çимĕçпе те пăхса ÿстермелле, выльăх-чĕрлĕхне те пăхмалла, апатне те пĕçермелле, пÿрт-çуртне те тасатмалла, мăнукĕсене те астусах тăмалла.

Акă халь кĕçĕнни, икĕ çулхи мăнукĕ Тимуш, чирленĕ пек пулчĕ те ăна пăхса ларма тивет. Кинĕпе ывăлĕ ерçмеççĕ, пĕрмай колхоз ĕçĕнче. Чирлĕ ачана пĕччен пăрахса хăварма çук, çавăнпа та пĕтĕм ал-ура çыхланса ларчĕ карчăкăн. Чирĕ те тата темле час иртсе кайманскер пулчĕ, ачана йăлт начарлатсах ячĕ.

— Эй-ай-ай! Çак ачана тĕне кĕртмесĕрех пĕтеретпĕр ĕнтĕ!— хыпăнчĕ Елампи.—Аслине хуть аран-аран кĕрткелерĕм-ха. Куна хăçан ят хурас-ши? Ашшĕпе амăшĕ ăна Советра Тимуш тесе çыртарса килчĕç те— лăпланчĕç. Мĕн пĕлеççĕ, ара, çамрăксем? Советра çыр-тарнипех ача çын шутне кĕмен вĕт-ха! «За здравие» кĕнекере унăн ячĕ çук. Ыттисен пурин те пур, Тимушăн çук. Мĕнле-ха вара ун пек? Юрамасть капла хăварма… Çамрăксене шанмалли çук, шанма мар, калама та юрамасть. Вĕсене хăйсене пурне те тĕне кĕртнĕ вĕт-ха?

Çураки хыççăн Елампи ывăлĕпе кинĕ йăлăма хĕлле валли вутă хатĕрлеме тухса кайрĕç. Сахалтан та пĕр вунă кун пурăнмалла пулать унта вĕсен. Елампи килте мăнукĕсемпе пĕр-пĕчченех юлчĕ.

Тулта — тĕлĕнмелле ырă çанталăк, хĕвел пăхать, пĕтĕм ÿсентăран ешерет. Урамсенче, лĕпĕллĕ çырмасенче ача-пăча сасси пĕр чарăнмасăр янăрать. Елампи çеç хăйĕн чир хыççăн имшерленсе юлнă мăнукĕпе пÿртре ларать. Вера Ивановна фельдшерица ăна халлĕхе вĕри хĕвел çине илсе тухма та хушмарĕ-ха.

Елампи яланах Труйски праçникле юратнă, мĕншĕн тесен вăл чи ырă вăхăтра килет. Ак кăçал та çак кун ытармалла мар çанталăк пулчĕ. Вăл ирех тăрса тухрĕ те Хурăн варĕнчи пĕчĕк вăрмантан çăра çулçăллă туратсем хуçса килчĕ, вĕсене урам хапхи çумне, кашни чÿрече умне вырнаçтарса тухрĕ. Унтан Тимуш антăхса кайсах макăрнине илтрĕ те васкасах пÿрте чупса кĕчĕ.

«Паян кунĕ питĕ лайăх, ачана чиркĕве илсе кайса тĕне кĕртес… Ашшĕпе амăшĕ килте çук… Урăх тахçан пулать-ха кун пек меллĕ самант!»—сасартăк шухăш пырса кĕчĕ Елампи пуçне.

Вăл çавăнтах арча тĕпĕнчен хура хуплашкаллă «За здравие» текен пĕчĕк кĕнеке кăларса листисене уçа-уçа пăхрĕ. Хăй вăл хут пĕлмест пулин те, кунта камăн-камăн ячĕсем пуррине лайăх астăвать.

— Тимуш, Тимуш тетпĕр, анчах ачин кĕнеке çинче ячĕ те çук,—мăкăртатса илчĕ (вăл кăмăлсăррăн.— Аслă мăнукĕ, Ванькка, халь те çывăрать-ха… Тивес мар, çывăртăрах, тăрсан ăна çиме апат пур…— Вăл Тимуша васкасах таса кĕпе-йĕм тăхăнтартрĕ, çемçе утиялпа чĕркерĕ. Унтан турăшсем умне тăрса виçĕ хут хĕрес хыврĕ те ачана çĕклесе уялла тухрĕ.

Кĕнерти чиркĕве таврари ялсенчи ват стариксемпе карчăксем халĕ те çÿрекелеççĕ. Сайра хутра вĕсем хушшинче пĕр-пĕр çамрăкрах хĕрарăм та курăнкалать. Анчах Елампи хăй чылайранпа кайманччĕ-ха. Вăл çул юппине тухсанах ăна пĕр лав хăваласа çитрĕ. Лавĕ çинче шкул çулне çитмен темиçе ача чÿлмексем пек лараççĕ. Вĕсĕм хăйсене лашапа илсе кайнăшăн савăннă, салакайăксем пек чĕвĕлтетсе калаçаççĕ, кулаççĕ, пĕр-пĕрне тĕрткелесе илеççĕ.

Лашине самаях ватă курпун хĕрарăм тытнă. Ыр-хантарах чуман лаша ерипен кăна юртать, кивелнĕ мăн урапа хăлтăртатса, чĕриклетсе пырать. Çул тăрăх темиçе карчăк утаççĕ, хăшĕсем туяпа, хăшĕсен аллинче çутă бидонсем е пĕчĕк витресем — унта çу, çăмарта ĕнтĕ.

— Ачуна урапа çине ларт, Елампи,— терĕ курпун карчăк, ăна палласа илсе.

— Ачи халсăртарах-ха, пĕччен ларса пыраймасть пуль. Йывăрах мар, хуллен утатăп,— терĕ Елампи.

— Эппин, ара, хăв та лар, анаталла вĕт, урапи хăех

тĕксе каять,— лашине чарса тăратрĕ курпун хĕрарăм.

— Тавтапуç эппин сана, тăванăм…— Елампи урапа ÿречи çине ларчĕ.

Часах вĕсем чиркÿ умне çитсе чарăнчĕç. Аслăрах ачисем лав çинчен хăйсемех сиксе анчĕç, пĕчĕккисене йăта-йăта антарчĕç. Лашине юпа çумне кăкарчĕç те урхалăхне пушатса утă пăрахса пачĕç.

Шăпах вăхăтра çитнĕ иккен вĕсем. Пĕртен-пĕр кивĕ çурăк чан тăнкăл-тăнкăл! тăнкăл-тăнкăл! турĕ, карчăксем сăхсăхса илчĕç. Унтан вĕт-шак ачасене çавăтса икĕ еннелле уçса пăрахнă чиркÿ алăкĕнчен кĕчĕç, кунти темле йывăр та нÿрĕ сывлăша çăтса майĕпе малалла иртрĕç.

Кивелсе тĕксĕмленнĕ турăшсем умне çуртасем çутса тултарнă, çавăнпа та вĕсем пурте, сарамакпа чирленĕ пек, сарăхнăн курăнаççĕ. Вĕсене курсан, пĕчĕкрех ачисем хăрама, каялла чакма тытăнчĕç, хăшĕсем нăшăклама тытăнчĕç. Кăшт тăхтасан, алтарь çине хĕрлĕрех вăрăм çÿçлĕ, тăсланкă та ырхан пуп тухрĕ те хулăн сассипе тем мĕкĕрсе юрласа ячĕ. Хăрушла янăраса кайрĕ ун сасси пушă чиркÿре. Ăна илтсен, вĕт-шаксем тата ытларах хăраса мăннисем çумне йăпшăнса тăчĕç.

Малтанхи кĕлĕ пĕтсен, чиркÿн сулахай енче тепĕр «ĕç» пуçланчĕ. Икĕ тенкел çинче шыв тултарнă хуран ларать. Çакăнта тĕне кĕртеççĕ иккен ачасене. Паян, Труйски кунĕ, ача тĕне кĕртме килнĕ айвансем чылаях пухăннă иккен. Качака сухаллă пуп, тем мăкăртатса, ачасене пĕрин хыççăн теприне пуçхĕрлĕн тытса хуранти шыва чике-чике кăларать. Те шывĕ сивĕрех пулнипе, те хăранипе, ачисем пурте пуп аллине лексенех антăхса каясла çухăраççĕ.

Чиркÿ янăрать кăна!

Акă Елампин те черет çитрĕ.

— Тимахви ятлă çырăр,— терĕ вăл, хĕвĕнчен хура хуплашкаллă «За здравие» кĕнекине кăларса парса..

— Турă чури Тимофей значит,— терĕ ула куçлă тияккăн, кĕнеке çине ача ятне çырса.

— Манăн вăл халсăртарах-ха, тен, пуçне кăна йĕпетес?— терĕ Елампи.

— Тĕне пĕтĕмпех турă хушнă пек кĕртес пулать. Турă йĕркипе ят хурсан, сывалать ачу,— мăкăртатса илчĕ пуп. Унтан вăл Тимуша пуçхĕрлĕ тытрĕ те виçĕ хутчен шыва чике-чике кăларчĕ. Тимуш чыхăнса кайрĕ, сывлăш çавăрайманнипе урисемпе тапкаланчĕ, аллисемпе хăлаçланса мĕнрен те пулин ярса илме тăрăшрĕ. Çав вăхăтрах унăн пĕтĕм кĕлетки кăвакарса кайрĕ.

Çакна курса, Елампи хăй те мăнукне питĕ тĕллерĕ. Вăл хыпăнса ÿксех ачана пуп аллинчен каялла илчĕ те часрах вырттарса тумлантарчĕ, утиялпа чĕркесе хăй çумне пăчăртарĕ.

«Юрать-ха май килчĕ паян,— шухăшларĕ хăй çапах та.— Пурăнаканнисем кĕнеки çинче халь Тимуш ячĕ те пур ĕнтĕ…»

Каялла Елампи каллех паçăрхи карчăксемпе таврăнчĕ. Çывăрса кайнă мăнукне хайхи хăлтăрти урапа çинех вырттарса килчĕ. Çул юппине çитсен тин ăна алла илчĕ те пĕрле килнĕ çынсене тав туса уйрăлчĕ. Киле таврăнсан, вăл кÿршĕ карчăкĕсене ача ят хунă ятпа ăшă сăра ĕçме чĕнчĕ. Унăн сăра çеç мар, сăмакунĕ те тупăнчĕ. Пит лайăх менелник пулчĕ вара.

Тепĕр ирхине пĕчĕк Тимуш йывăррăн йынăшса, аран хăйăлтатса тухакан сасăпа макăрса ячĕ. Елампи, каçхине ĕçнĕрен, вырăн çинчен тăруках тăраймарĕ, сăпка вĕренне туртса сиктерсе çеç выртрĕ. Кăшт тăхтасан, Тимуш татах вăранчĕ, каллех йынăшсах сывлама тытăнчĕ.

— Ай-уй, мĕн пулчĕ-ши ку ачана?— тинех сиксе тăчĕ Елампи. Вăл Тимуша алла тытрĕ те ача вут пек пĕçернине туйса илчĕ.— Апайтурах! Чип-чиперех куçăхтартăм пулать ачана!— хăраса кайрĕ вăл.—Ара, тем тĕрлĕ куç та пăхрĕ те-ха ĕнер ун çине…

Вăл тÿрех аслă мăнукне мунчаран хурăн милĕке илсе килтерчĕ. Вара Тимуш çине çав милĕк витĕр шыв пĕрĕхме пуçларĕ.

— Тьфу! Тьфу! Усал куçсем, хаяр куçсем — тухса кайччăр! Хура куçсем, кăвак куçсем, симĕссисем, саррисем — тухса кайччăр! Тьху!

Елампи чÿрече витĕр те пĕрĕхрĕ, юлашки шывне урамалла сапрĕ. Унтан ачана ăшă сĕт ĕçтерме тытăнчĕ, анчах Тимуш виç çăвартан ытла çăтмарĕ, каллех куçĕсене хупса йынăшса ячĕ те çывăрса кайнă пек пулчĕ.

Ача тепĕр кунне те хаманланмарĕ. Вара Елампи ачана пăхма кÿршĕри Крахъяна хăварчĕ те каллех чиркĕве васкарĕ. Çурта çутса турăш умне лартрĕ, чĕркуççи çине тăрса Тимуша сыватма тархасласа кĕлтурĕ. Чылай пысăк пир тĕрки парнелесе хăварчĕ. Çапах тепĕр кунне те ача сывалмарĕ, йывăрлансах пычĕ, вилсе кайма патнех çитрĕ. Халь вара Елампи çав тери хăраса ÿкрĕ. Ним çинчен те шухăшласа тăмарĕ, Ваньккана часрах фельдшерица патне чуптарчĕ. Анчах Вера Ивановна ĕнерех района кайнă-мĕн те ку таранччен те таврăнман иккен.

Аптраса çитнĕ Елампи темиçе кил урлă пурăнакан Савантейсем патне чупса кайса хăй хуйхи çинчен каласа пачĕ. Савантей карчăкĕ çавăнтах чăлан çумĕнчи арчана уçрĕ те ăна пĕр çыхă типĕ курăк тыттарчĕ.

— Асту, хытă вĕрет, шывĕ тăрăлса ларсан — ĕçтер ăна,— терĕ вăл.

— Тавтапуç, Сăпани, ĕмĕрне те манмăп… Усси пултăрччĕ кăна!

Ĕнтĕ Елампи Тимуша курăк шывĕ те вĕретсе ĕçтерчĕ, анчах пурпĕрех ача сываласси сисĕнмерĕ, вăл калама çук йывăрланса çитрĕ. Юрать-ха фельдшерица Вера Ивановна районран таврăнсанах Тимуш чирлени çинчен пĕлнĕ те тÿрех Еламписем патне чупса пычĕ. Ача епле сывланине итлесе пăхсанах вăл çав тери хыпăнса ÿкрĕ.

— Халех, çак самантрах больницăна леçес пулать! Ахалĕн вилсе кайма пултарать, ÿпки икĕ енчен те шыçса ларнă унăн. Ăçта шăнтрăн ачуна?

— Хам та пĕлместĕп çав…— макăрса ячĕ Елампи.

— Макăрса ларнинчен усси пулмасть, Елампи кинемей. Эпĕ халех правленине чупса кайса машина ыйтатăп. Больницине те хамах леçетĕп. Ах, сире-е! Ача-пăчана чипер пăхма хăçан вĕренсе çитетĕр-ши эсир?!

…Юрать-ха Вера Ивановна больницăна хăй илсе килчĕ, унсăр Елампи ним тума та пĕлейместчĕ пулĕ. Ку таранччен вăл больница таврашне кайса та курман вĕт.

Сăмсана эмел шăрши çапсан, вăл тата хытăрах пăлханма тытăнчĕ. Мĕн тăвĕç-ши унăн пĕчĕк мăнукне? Мĕнле асап кăтартĕç-ши? Мĕнле чăтса ирттерĕ-ши Тимуш? Вилсе кайма ан паччăрах. Ах, турă, турă…

Тухтăр патне Вера Ивановнăпа пĕрле Елампи хăй те кĕчĕ. Çап-çутă пÿлĕмре шап-шурă халат тăхăннă пĕр вăтăр çулхи хитре хĕрарăм-тухтăр ларать. Кусем кĕрсенех вăл аллине çурĕ те Тимуша пăхма тытăнчĕ, хăлхи патне пĕчĕк хура трубка тытса ача мĕнле сывланине итлерĕ.

— Мĕншĕн ачана чирлесен тÿрех илсе килмерĕр?— нимрен малтан ыйтрĕ вăл.

— Иртет пуль терĕм те…— хĕрелсе кайрĕ Елампи.

— Ÿпке шыççипе йывăрланса çитнĕ сан ачу. Чирĕ нумай вăхăта кайнă, пĕр-икĕ кун та пулин маларах илсе килмеллеччĕ.

Тухтăр çапла каласан, Елампи питçăмартисем тăрăх шултра куççулĕсем юхса анчĕç, вĕсене вăл саппун аркипе шăлса илчĕ.

— Эпир мĕн тума пултарнине пĕтĕмпех тăвăпăр, анчах темле пулать-ха ĕнтĕ. Иккĕмĕш палатăна кайса хурăр,— терĕ тухтăр сĕтел пуçĕнче тăракан çамрăк хĕр-сестрана. Хăй çавăнтах тем çырма тытăнчĕ.

— Ну, Елампи инке, халь ан кулян, тухтăрсем сан мăнукна сыватаççех,— терĕ Вера Ивановна хăй тухса каяс умĕн.— Сана хăвна вĕсем халлĕхе кунтах хăварас терĕç, ачине пĕрвĕçĕм пăхма.

— Юрать-ха вăл, юрать,— терĕ Елампи.

Палатăран пурте тухса кайса пĕтсен, вăл пăт-пат, пăт-пат сăхсăхса илчĕ.

— Турăçăм, турă амăшĕ, çак ачана çăлса хăварăрах! Ан пăрахăр пире, мĕскĕнсене!— пăшăлтатрĕ вăл.

Кĕçех палатăна шурă халатсем тăхăннă виçĕ çын пырса кĕчĕç. Вĕсем Тимуша резина минтер ăшне тултарнă кислородпа сывлаттарчĕç, укол турĕç, çурăмне темĕнле çаврака аппаратпа ăшăтрĕç. Ачана сыватас-шăн тем пекех тăрăшрĕç, çĕрĕпех уйрăлмарĕç унтан.

Елампи чунĕ те çĕрĕпех ыратрĕ, вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче те кун пек чĕререн татăлса хуйхăрман пуль… Хăй ăшĕнче пĕрмаях турăран пулăшу ыйтрĕ.

Çапах та хăрушă вилĕм никама та пăхăнмарĕ. Ирхи хĕвелĕн пайăркисем кантăкран ерипен шуса кĕнĕ вăхăтра Тимуш сывлама чарăнчĕ. Хупнă куçĕсене текех уçаймарĕ вăл…

Тухтăрсем палатăран шăппăн тухрĕç. Вара Елампи пĕчĕк ача пек ĕсĕклесе макăрма тытăнчĕ. Сестра ăна лăплантаракан укол турĕ, темле таблетка пачĕ. Елампи нимĕн те хирĕçмерĕ,— халĕ темĕн тусан та, уншăн пурĕпĕр пулнă вĕт…

— Шăп хĕвел тухнă чух вилсе кайрĕ, çÿлти турă çылăхсăр чуна хăй патнех илчĕ пуль,— терĕ вăл, кăшт лăплансан.

— Мĕн тăвăн-ха, илчĕ ĕнтĕ, илчĕ… Кирлĕ пулнă пуль,— терĕ унтах палатăна тасаткаласа çÿрекен ватăрах санитарка.

Елампин килтисем килессе чылай кĕтмелле пулчĕ. Сестрасем ăна тула тухса çÿреме хушрĕç. Елампи вĕ-

сене итлесе тухрĕ пулин те, инçех каймарĕ, çавăнтах картлашка çине ларчĕ.

Çав вăхăтра сасартăк вăл хайхи Тимуша ят хуракан пуп больницăна кĕрсе кайнине курах кайрĕ. Хăй ытти çынсем пекех хура вăрăм пальто тăхăннă, уринче çутă атă, пуçĕнче сарлака хура шлепке. Те турă çыннине курнăран—Елампи ним шутламасăрах ун хыççăн утрĕ. Пуп пĕчĕк чÿрече умĕнче икĕ çын хыçĕнче черетре тăчĕ. Черечĕ çитсен, тухтăр патне кĕме хăй ятне çыртарчĕ. Çавăн чух Елампи çаврака сĕтел тавра кĕтсе ларакан çынсем пăшăлтатса калаçнине илтех кайрĕ.

— Пăх-ха, пуп та больницăна килнĕ,— терĕ пĕри.

— Вăл ухмахах мар çав, çÿлти турра шанас çук… Тухтăрсенех шанать,— терĕ тепри.

— Ара, вăл вĕреннĕ çын вĕт, медицина мĕнне лайăх пĕлет. Ухмахсене çеç улталаççĕ вĕсем. Укçашăн!— терĕ виççĕмĕшĕ.

Ку сăмахсене илтсен, Елампи тĕлĕнсех кайрĕ. Чăнах та, хăй сывалма больницăна çÿрет, çынсене чиркÿре турă сыватать тесе йăпатать… Эй, турă, турă амăшĕ, мĕнле-ха апла?

Текех Елампи кунта тăмарĕ, куççулĕсем çăта-çăта каялла тухрĕ. Ывăлĕпе кинĕ больницăна илме килсен вара Елампи тата хытăрах хурланса макăрма тытăнчĕ.

— Пăхаймарăм, сыватаймарăм мăнукăма… Турăçăм, мĕншĕн эсĕ пĕреххут ман пурнăçа илмерĕн-ши?

Тимуша пĕчĕк тупăка вырттарсан, Елампи тепĕр хут ÿлесех йĕме тытăнчĕ.

— Эпĕ те пурăнмастăп текех! Мана та мăнукăмпа пĕр шăтăка пытарăр! Эпĕ айăплă вăл вилнĕшĕн, урăх никам та мар! Пуп патне тĕне кĕртме эп илсе кайрăм ăна. Пупĕ те мана: «Тĕне кĕртсен, ачу наччас сывалать!»— терĕ. Анчах хăй, хăй халь тухтăр патне килнĕ, эсремет!

— Лăплан, анне. Халь тин нимĕн тума та çук. Паллах, чиркĕве илсе кайса сив шыва чикмен пулсан, пурăнатчех вăл,— терĕ ывăлĕ те, куççулĕсем шăлса.

— Айăпли кунта эсĕ те мар, тĕн сĕрĕмĕ! Эсĕ çав сĕрĕмрен ку таранччен те хăтăлаймарăн çав! Çавăншăн пĕтрĕ те ĕнтĕ пирĕн Тимуш,— терĕ кинĕ йĕрейĕре.

Тимуша пытарса килнĕ хыççăн Елампи хăй те чирлесе ÿкрĕ. Унăн урисем те, аллисем те хускалайми пулса ларчĕç. Кинĕпе ывăлĕ ăна тухтăр патне илсе каясшăнччĕ, анчах та вăл ним тусан та килĕшмерĕ.

— Килте, хамăн вырăн çинчех вилесчĕ,— терĕ.

— Паралич,— терĕ унăн чирĕ пирки фельдшерица.

Вĕсем патне çав кунсенче кÿршĕсем час-часах пырса çÿрерĕç.

— Тăванăмсем, ачамăрсем, пĕр сăмах калам-ха сире, итлĕр мана,— терĕ Елампи аран тухакан сассипе.— Çав ман кĕтесри турăшсене ăçта та пулин илсе тухса хурăр. Тек вăл турăш мана пÿрнисемпе юнаса ан тăтăр. Манăн пĕр çылăх пур — мăнука вĕлерсе пăрахрăм, анчах вăл айăп турра ĕненнипе, пуп пулăшнипе пулчĕ. Турри унта хăй айăплă!.. Ак çакна та пытарăр ăçта та пулин, куçăм ан куртăр,— терĕ вăл, мăйĕнчи хĕресне хывса илсе.

— Ай-уй, Елампи, ăсран каях пуçларăн мар-и эс?— терĕ Крахьян инке, ун умне пырса.

— Çук, чунăм, ăсран кайман эпĕ, ăса кĕтĕм…— пăшăлтатса каларĕ ăна хирĕç Елампи.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.