
Александра Лазарева — ача-пăча çыравçи, куçаруçă. Авиаци техникумĕнче вĕренсе тухса хĕрарăмсен пĕрремĕш эскадрильине кĕнĕ, анчах сывлăхĕ япăхланнă пирки Шупашкара куçнă. Журналсенче тата радиора редактор пулса ĕçленĕ… Тĕплĕнрех→
Хула Хĕрĕ
(Аппа каласа пани)
Повесть
1
Ун чухне хура кĕркуннеччĕ…
Йывăçсем йăлт çаралса, хăрăмпа сĕрнĕ пек хуралса, хăрнă тĕслĕ пулса ларнă, ялан чуна савăнтармалла юрлакан чĕвĕлти кайăксем тахçанах ăшă çĕрелле вĕçсе кайнă — вĕсен сасси çук ĕнтĕ. Уй-хирсем те пуш-пушах, çав тери салху сăнлă. Хура-кăвак пĕлĕтсем вăрманти çÿллĕ юман тăррисене тĕкĕнес пекех аялтан шăваççĕ. Пĕр эрне ытла пуль таттисĕр çумăр лÿшкерĕ, урамсенче чĕркуççи таран пылчăк — ни тухма, ни кĕме çук темелле, уйри çулсем те епресе кайнă, лакăм-тĕкĕмсенче лапра шыв кÿлленсе тăрать, урапа кустăрмисем кÿпчекĕ-мĕнĕпех путаççĕ унта.
Çумăр çунă чух пĕтĕм выльăх-чĕрлĕх килте тăрать, выçă, ăна эпир çĕрулми туни, унтан-кунтан таткаласа килнĕ хупах çулçи, тăм тивнипе шанса саралнă курăк çеç пăрахкаласа паратпăр. Анчах пĕррехинче, хальхи пекех астăватăп, вырсарникун,—ирхине анне чиркĕве кайса вăрçăра вилнĕ атте ячĕпе çурта лартса килчĕ,— кăнтăрласем иртсен, çанталăк янкăрах уяртса ячĕ. Чылайранпа курăнман хĕвел çуллахи манерлех ăшшăн пăхрĕ, пĕтĕм çутçанталăка чун кĕрсе кайнăн туйăнчĕ.
— Часрах выльăхсене çитерме кай, ачам, кĕнчели тармĕ-ха вăл, ăна валли хĕл вăрăм,— терĕ анне, чăланти чÿрече витĕр урамалла пăхса.— Ав, çынсем тухаççĕ те пулмалла ĕнтĕ…
— Юрать, халех хăваласа тухатăп,— терĕм те ăна хирĕç, тÿсме çук йăлăхтарса çитернĕ кĕнчелене алăк патĕнчи йывăç пăтаран çакса хутăм. Çав вăхăтрах пирĕн пата кÿршĕ хĕрачи, анне каланă тăрăх, манпа пĕр хурантах тĕне кĕртсе ят хунă Хреçук, пырса кĕчĕ. Алăк урлă каçнă-каçманах хыттăн ыйтрĕ манран:
— Ĕне çитерме каятăн-и эсĕ?
— Каятăп-çке. Атя пĕрле!— терĕм ăна.
— Çавăнпа килтĕм-ха сан пата…
Темиçе минутранах хамăрăн пур-çук выльăхсене картишсенчен кăларса хысна вăрманĕ еннелле хуса кайрăмăр. Çав вăрман çуммипе ытла тарăнах мар тип çырма тăсăлса выртать, унта курăк лайăххине пĕлетпĕр. Выльăхсене эпир çеç мар, ытти килсенчен те хăвалса тухнă иккен, кашниннех хĕл лариччен ура айĕнчи апата çитерсе юлас килмест-и ара! Хĕл шутсăр вăрăм вĕт вăл, апатне пит нумай çăтать, ниепле те хатĕрлесе çитерес çук. Çавăнпа та выльăхсене пĕр кун тăрантса юлни те темех тăрать…
Пирĕн ял çĕрĕпе тĕкĕшсе тăракан хысна вăрманĕ — пысăк, çÿллĕ, çăра, вăл кунтан пуçланса хĕвеланăç еннелле тăсăлса каять, Атăл вăрманĕсемпе пĕрлешет, унта вара унăн вĕçĕ-хĕрри те çук пулмалла. Эпир çав вăрмантан хăратпăр, яланах шикленетпĕр: унта хурахсем, таркăнсем пытанса пурăнаççĕ, иртен-çÿренсене тапăнса çаратаççĕ, вĕлереççĕ, хĕрарăмсене пусмăрлаççĕ текен сăмах çÿрет. Сăмахĕ тĕрĕсех пулмалла çав. Хăш чухне унта пăшал пенисем илтĕнкелеççĕ. Кам пĕлет, такамсем переççĕ. Те сунарçăсем кайăк тытаççĕ, те кама та пулсан тапăнса персе пăрахаççĕ? Иртнĕ çуркунне вăрманти çул хĕрринче, тĕмĕсем хушшинче, икĕ арçын вилли выртнине хамăр ялсемех курса часрах милицине кайса пĕлтернĕ. Ун чухне пирĕн тăрăхри вăрмансенче бандитсем пулнах ĕнтĕ. Час-часах кĕлетсене çа-рататчĕç, выртмана илсе тухнă лашасене вăрласа каятчĕç.
Вăхăчĕ çавăн пек пулнă!
Выльăхсене çырмана хăваласа кĕртсе ятăмăр та кăшт тăрсан хамăр вăрман хĕррине хăпартăмăр. Чылаййăн пухăнтăмăр, ачасем çеç мар, ватăрах хĕрарăмсем те пурччĕ — килĕсенче выльăх пăхма пултаракан ача-пăча çуккисем. Çанталăкĕ ытармалла мар пулса кайрĕ — ăшă, лăпкă, вăрманта юлнă темле кайăк сассисем те илтĕнеççĕ. Выльăхсем хыççăн çÿрес хуйхи çук, килте выçăллă-тутăллă тăрса йăлăхнăскерсем, халь вĕсем пĕр хускалмасăр тенĕ пек çирĕç. Ним ĕç çуккипе эпир Хреçукпа иксĕмĕр — пирĕнпе пĕрле тата темиçе ача — вăрманалла кĕтĕмĕр. Пĕр уçăрах вырăнта шĕшкĕ йывăççисем пурччĕ,— эпир вăл йывăçсене тахçанах пĕлнĕ, мăйăр вăхăтĕнче вĕсен тураттисене сахал мар ухтарнă,— халь вара çавсен таврашĕнче, çĕре тăкăнса хуралма ĕлкĕрнĕ çулçăсене çăпата пуçĕсемпе сире-сире, «пакша юлашкисене» шырама тытăнтăмăр (пирĕн енче йывăç çинчен çĕре ÿкнĕ мăйăра çапла калаççĕ). Питĕ тулли вĕсем, сап-сарă, ытармалла мар тутлă. Пĕр ывăç пек тупса çисен те, тем пекех туйăнать.
— Телей!— терĕ Хреçук кăшт тăхтасанах, çĕрелле пĕшкĕнсе.
— Тупрăн-и?— ыйтрăм эпĕ.
— Виççĕ харăс!— Вăл мăйăрсене шак! шак! катрĕ.—Эх, канихватран та ирттерет! Кил кунта, тен, татах пулĕ…
Эп ун патнерех пырса шырама тытăнтăм, анчах нимĕн те тупăнмарĕ. Çĕрĕк кăмпасем çеç тухрĕç хăрнă çулçăсем айĕнчен. Çав вăхăтра Хреçук тата темиçе мăйăр тупса катрĕ те ман çине пăхса кулса ячĕ:
— Телей çук санăн, Мари. Мĕскĕн çын эсĕ! Ÿлĕмрен хăвна валли каччă та тупаймастăн акă…
— Каччи тарам-ха вăл, мăйăрне тупса çиесчĕ,— терĕм.
— Шыра ара, лайăхрах шыра! Йĕп шыранă пек…
Эп чăнах та тарăхсах шырама пуçларăм. Çĕрти çулçăсене урапа мар, кукленсе ларса, ик алăпа ик еннелле ывăтса шырарăм. Усси пулмарĕ. Çав самантра сасартăк, таçта инçетре те мар, пăшал пенĕ сас янраса кайрĕ. Ку ытла та кĕтмен çĕртен пулнипе тăрук хăраса кайса, эпĕ лак! каялла кайса лартăм. Манăн сывлăш пÿлĕнчĕ. Хреçук çине пăхрăм та — вăл хытнă пек тăрать, куçĕсем чарăлса кайнă, сăнĕ-пичĕ вилнĕ çыннăнни пек. Вăл та ман çине пăхать, анчах ман пекех пĕр сăмах та калаймасть.
Пăшал сасси татах янраса кайрĕ… Хальхинче пĕтĕм вăрман чĕтренсе илнĕн туйăнчĕ.
— Пĕтрĕмĕр!— хама çил çĕкленĕ пекех сиксе тăтăм эпĕ.— Хурахсем килеççĕ! Таркăнсем!
Вăрмантан епле чупса тухнине те астумастăп. Эпир выльăхсем çÿренĕ тĕле çитиччен унта ытти çынсем пĕр çĕре пухăнса тăнăччĕ ĕнтĕ. Вĕсем те хăраса ÿкнĕ, пакăл-пакăл калаçаççĕ.
— Кам перет-ши? Инçе те мар вĕт…
— Çын вĕлерчĕç-ши унта?
— Мур пĕлет… Ахалех мар пуль!
— Атьăр часрах киле, вĕсем кунта та килсе тухма пултараççĕ…
— Ан супĕлтетĕр кирлĕ мара, хăймаççĕ вĕсем вăрмантан тухма, ял çывăх!— пурне те тăрук пÿлсе лартрĕ Матви арăмĕ, питĕ çивĕч, чикан майри сăнлă-рах тăлăх хĕрарăм. Хăй вăл Елькка ятлăччĕ, анчах ун чухнехи ялти йăлапа ăна никам та ятпа чĕнмен,
упăшкин ячĕпе чĕннĕ.— Матви арăмĕ, тенĕ çеç. Хăюл-лăскерччĕ вăл…
— Çапах та, килсе тухрĕç-тĕк?— хăраса ыйтрĕ тахăшĕ.
— Килсе пăхчăр-ха, çулăхса курччăр ман çумма, эп вĕсене… ак, тÿрех çамка урлă яратăп!— Матви арăмĕ арçынсем пек çурăмĕ хыçне, пиçиххи айне чиксе хунă пуртине туртса кăларчĕ. Ăна вăл кил валли кăштах йывăç тураттисем касса кайма илсе тухнă-мĕн.
— Вĕсем пăшалпа-çке?
— Пулин! Çавах хăрамастăп! Тÿрех перес çук вĕсем, анчах хам патарах пырсан вара маххă памас-тăпах.
— Сăмахпа паттăр та эсĕ, лешсем килес пулсан, тÿрех аркуна йĕпететĕн акă,— мăкăртатсп илчĕ пĕр карчăк.
— Ан хăра, манăннах йĕпенмĕ! Хăраканниех мар-ха!— татса хучĕ Матви арăмĕ.— Куркаланă пурнăçра!
Вăл ялти стариксем пекех кĕсйинчен чĕлĕм кăларса çăпата пуçне шаккаса илчĕ, табак тултарса çăвара хыпрĕ, унтан вут чулĕпе ăвă тытса хĕм сирпĕтме тытăнчĕ.
— Шуйттансем вĕт вĕсем, вуник мăйракаллă эсрелсем,— мăкăртатрĕ хăй,— лайăх çынсем вăрçăра, халăхшăн çапăçса пуçĕсене хураççĕ, вĕсен кил-йышĕсем, ачи-пăчисем тăлăха юлаççĕ, ман Матви те пĕтрĕ авă, мана виç ачапа тăратса хăварчĕ, кусем урнă кашкăрсем пек вăрмансем тăрăх çапкаланса çÿреççĕ те халăха шар кăтартаççĕ! Турри ма усрать пуль вĕсене çĕр çинче! Халер ярасчĕ вĕсем валли!
— Ай-уй, пăхăр-ха, пăхăр, темле хĕрарăм чупать!— аллипе вăрман ăшнелле тĕллесе кăшкăрса илчĕ çав самантра ман çумра тăракан Хреçук.—Кам ара ку?
Пурте вăл кăтартнă çĕрелле пăхрăмăр. Чăнах та, вăрманти ансăр çул тăрăх пирĕн паталла хĕрарăм чупать иккен. Майралла кĕскерех хура тумтирпе, кăвак тутри ĕнси хыçнелле кайнă, кĕскен кастарнă çÿçĕ-пуçĕ сапаланнă, аллинче пĕчĕк хăма ещĕк пек япала… Хăй халтан кайса çитнĕ пулмалла, енчен енне сулăна-сулăна каять, çапах та малаллах чупать… Мĕнле япала ку, мĕне пĕлтерет?!
— Хурахсенчен вĕçерĕнсе тарнă пулмалла вăл!— кăшкăртăм эпĕ.— Пулăшас пулать ăна!.. Атьăр часрах!..
Вара, тек пĕр сăмах та каламасăр, çав хĕрарăма хирĕç чупрăм. Йăпăрт каялла çаврăнса пăхрăм та, хам хыççăн Хреçукпа Матви арăмĕ, унтан ыттисем те ыткăннине куртăм. Эпир ун патнелле пынине ăнлансан, вăрманти ют хĕрарăм чупма пăрахрĕ, хуллен утма пуçларĕ. Çăварне карса пăрахса аран сывлать. Хăйĕн çын сăнĕ те çук. Уринчи вăрăм кунчаллă пушмакĕсем çеç мар, юбки те пилĕк таранах тăр пылчăк, чупнă чух лапри-çĕприне пăхса тăман курăнать. Ÿкнĕ те пулмалла — хăрах аякĕ, çанни хулпуççи таранах вараланнă. Аллинчи фанертан тунă саквояжĕ те çара пылчăк, хăрах питçăмартипе çамки те вараланнă…
Акă эпир ун патне чупса çитсе ушкăнĕпех тăп чарăнтăмăр. Вăл та чарăнчĕ.
— Мĕн пулчĕ? Камран тартăн кун пек?— ыйтрĕ пуринчен мала тухса тăнă Матви арăмĕ.
— Мана… мана такам хăваларĕ… темле арçын,— аран сывла-сывла хуравларĕ çамрăк майра (сăнран пăхсан, вăл чăнах та питĕ çамрăкчĕ ĕнтĕ, вунсаккăр-тан ытла мар).— Эп çулпа килнĕ чух малтан никама та курмарăм… Унтан тахăшĕ хыçалтан кăшкăрчĕ: «Эй, майрушка, стой!»—терĕ. Каялла çаврăнса пăхрăм та çул хĕрринче темле пăшаллă çын тăнине курах кайрăм… Вăл чылай инçетреччĕ… Каллех кăшкăрчĕ: «Стой, майра! Перетĕп!..» Çавăнтах хулпуççи çинче çакăнса тăракан пăшалне алла илчĕ… Чун юлмарĕ манăн… Тарма тапратрăм… Хытă тартăм… Унтан хыçалта пăшал сасси илтĕнчĕ. Хăранипе эпĕ çавăнтах ÿкрĕм… Çапах та, хурах мана хыçалтан хăвалать пуль тесе, часрах сиксе тăтăм та татах чупрăм. Вăл вара тепре печĕ мана, анчах лĕктереймерĕ пулмалла… Юн тухни, ыратни ниçтан та сисĕнмест, аманман курăнать. Сире курсан тин кăшт чун кĕнĕ пек пулчĕ…— Хĕрĕн тутисем кăрт-кăрт сиккелесе илчĕç, вăл макăрса ячĕ.
— Çынни мĕнлерехчĕ? —ыйтрĕ Матви арăмĕ.
— Хăрани-мĕнĕпе астусах юлаймарăм çав. Хура тумтирпеччĕ, çÿллĕ çын пек туйăнчĕ,— терĕ хĕр, куççульне çăта-çăта.
— Кам-ши вара вăл?— шухăша кайнă пек пулчĕ Матви арăмĕ.—Э, чимĕр-ха, чимĕр, атьсемĕр,— терĕ. Унтан, — хамăр пуп ывăлĕ Венька мар-ши ку? Çав уртмах янкăлтатса çÿрет тепĕр чух, ĕçсĕр аптраса!
Вăл пире пурне те пăхса çаврăнчĕ.
— Эсир мĕнле шутлатăр?
— Çу-ук, вăл пулма кирлĕ мар,— терĕ Хреçук,— Венька халь хулара вĕренет вĕт, тата вĕсен пăшал таврашĕ те çук пулас… Вăл пăшалпа çÿренине нихçан та курман.
— Пăшалĕ пулсан та, ун пекех çынна пемĕ-ха вăл, бандит мар вĕт, ялта пурăнакан çын,— хушса хучĕ тахăшĕ.
Çамрăк майра пирĕнпе калаçнă хушăрах хăй халь çеç чупса килнĕ çул çинелле пăха-пăха илчĕ. Матви арăмĕ çакна сисрĕ те:
— Халь тин ан хăра ĕнтĕ, кун чухлĕ халăх хушшине никам та килсе тивес çук,— терĕ.
— Анчах унăн пăшал пур вĕт… Аякранах перет…
— Пемест, пемест,— ăна лăплантарма хулпуççинчен лăп-лăп туса илчĕ Матви арăмĕ.— Атя ĕнтĕ пирĕнне. Кÿр, япалуна хам йăтăм, ывăнса халран кайнă эсĕ…
Эпир пурте тĕркĕлтипех каялла, вăрман хĕрринелле утрăмăр. Пирĕн ĕнтĕ пурин те çав тери пĕлес килчĕ: кам-ши ку çын? Мĕнле майра? Епле килсе лекнĕ вăл пирĕн вăрмана? Аçта каять, мĕн нушапа çÿрет çак лапра-çĕпрере? Анчах пирĕнтен нихăшĕ те ыйтма хăй-марĕ.
Яланхи пекех, пире пур чухне те хастар пулакан Матви арăмĕ — Елькка пулăшрĕ. Пурсăмăр та уя тухса мишавай юпи кутĕнчи типĕрех тĕмеске çине ларсан, (вăл пирĕн пĕлес килнисем çинчен йăлт ыйтса тĕпчеме тытăнчĕ.
— Учительница эпĕ,— терĕ çамрăк майра,—мана çакăнти Вăрманкаса ĕçлеме ячĕç…
— Пирĕн яла-и?— ыйтрĕ Елькка.— Питĕ аван ку!
— Эсир унтисем пулсан — сирĕн яла эппин…
— Анчах пирĕн хамăрăннах учительница пур-çке? Евдоки Захаровна… Ватăрах та ĕнтĕ, çапах аптрамасть-ха, вĕрентет. Халĕ, пĕртен-пĕр ывăлĕ вăрçăра хытă аманни çинчен пĕлсен, чирлесе ÿкрĕ-ха вăт. Ансăртран, ăна ĕçрен кăларман пулĕ те? Ватă тесе, тем тесе…
— Ма кăларччăр?— тĕлĕнчĕ хула хĕрĕ.— Халĕ учительсене ĕçрен кăларма мар, ниçтан тупса çите реймеççĕ! Ку таранччен нихçан шкул таврашĕ пулман ялсенче те шкулсем уçаççĕ те… Çук, вăл та вĕрентет, эпĕ те унпа пĕрле пулатăп. Мана ăна пулăшма ячĕç. Тĕрĕссипе каласан, манăн ытларах ачасемпе мар, мăн-нисемпе, çамрăк чух вĕренеймесĕр юлнисемпе тата пачах сахал вĕреннисемпе ĕçлемелле пулать.
— Мăннисене вĕрентетĕр-и? Ваттисене те-и?— вăртах ун еннелле çаврăнса ларчĕ Матви арăмĕ.— Ан тĕлĕнтер-ха эс, хĕрĕм!
— Ваттисене çав. Аллă çÿлтисем таран. Çынсен хăйсен кăмăлĕ пулсан, унтан аслăраххисене те…
— Ак тамаша!—пĕççисене шарт! çапрĕ Елькка.— Мĕн тума кирлĕ вăл? Çыннисен кĕç-вĕç Мăн Сăрт çине каймалла, эсир вĕсене хут вĕрентетĕр пулать…
— Мĕн вăл — Мăн Сăрт? Мĕн тума каймалла унта?— Елькка çине пăхса илчĕ майра.
— Масар унта пирĕн. Ваттисем çавăнта пĕрре кайса выртаççĕ те урăх таврăнмаççĕ. Хутла пĕлни те кирлĕ мар унта…
— Пурте аллă-утмăлтах вилмеççĕ вĕт-ха, теприсем сакăрвун-тăхăрвун çул таранах пурăнаççĕ. Вулама-çырма вĕрентес пулать вĕсене. Ленин çапла хушнă…
— Хĕрарăмсене те, карчăксене те вĕрентес тетĕр-и?
— Вĕсене те. Ленин хĕрарăмсем çинчен те каланă: кашни кухаркăн патшалăха тытса тăма пĕлекен пулмалла, тенĕ…
— Ак тĕнче!— Елькка çăвар тулли кулса ячĕ.— Пурте патша пулса тăрсан, ăçта кайса кĕрес? Суха туса тырă акаканĕ, ăна вырса çапаканĕ, авăртса çăкăр пĕçерекенĕ кам пулĕ? Выçса вилетпĕр-иç апла? Тĕлĕнтеретĕн çав!..
— Тĕлĕнмелли те, кулмалли те çук унта, инке,— терĕ учительница.— Хутла пĕлекен çын тырри-пуллине те лайăхрах, тухăçлăрах тăвать, кĕнекесенче вĕрентнĕ пек…
— Э, хĕрĕм, ытлашширех калаçма пуçларăн эсĕ,— ал сулчĕ Елькка,— тырă акнă çĕрте кĕнеке кирлĕ марха унта, пустуй сăмах вăл. Çăкăра ăна ĕмĕр-ĕмĕрех эпир тунă, хутла пĕлмесен те… Сире, хуларисене, хутла пит нумай пĕлекеннисене те эпирех тăрантарнă!
— Наука, ăслăлăх вĕрентнĕ пек ĕçлесен, тырă тата ытларах пулать-çке! Ун çинчен илтнĕ пуль эсир?
— Илтнĕ, илтнĕ!— татах ал сулчĕ Елькка.— Революци туса хурсанах яла киле-киле кăшкăракансем пит нумайччĕ. Тем çинчен те пуплетчĕç. Çутта тухатпăр, лектрицă пулать, апатне те вутăпа мар, çав лектрицă-па пĕтеретпĕр, терĕç. Пĕри тата, пы-ысăк куçлăх тăхăннăскер,— унăн пуçĕ те мăн хăяр пекех лаптак та яп-якаччĕ—малашне турăран ырлăх ыйтса тăмастпăр, хамăра кирлĕ пулсанах çумăр та çутаратпăр! тесе пакăлтатрĕ. Тем, юлашки вăхăтра ун пек пакăлтатакансем курăнсах каймаççĕ-ха. Халăха суйса ывăнчĕç пулмалла…
— Суйни мар вăл, тĕрĕс каланă сире, анчах ăçтан-ха пурте тăруках пултăр? Халь авă вăрçă пырать тата, пурнăçа юсама тытăниччен малтан тăшмансене çапса аркатмалла…
Çамрăк учительница татах та тем калама çăвар уçрĕ çеç, тăрук пирĕнпе юнашар тенĕ пекех пăшал сасси кĕрĕслетрĕ. Пурте, картах сиксе, хулпуççисене хутлатса, хур чĕпписем пек пуçсене пĕксе лартăмăр. Ытла та хăрушла пулчĕ çав ку!
— Апай! Пĕтрĕмĕр!
— Вĕлереççĕ!— çухăрса илчĕç иккĕн-виççĕн пĕр харăс.
Тахăш ачи кăшкăрса макăрса ячĕ:
— Атьăр киле-е…
— Татах переççĕ-ши? Пирех тĕллеççĕ-ши?— терĕ Хреçук.
Анчах урăх перекен-тăвакан пулмарĕ. Пĕр-ик минут пек хутланса ларнă хыççăн эпир ерипен пуçсене çĕклесе пăшал сасси кĕрлесе илнĕ еннелле пăхрăмăр. Пирĕн паталла пуп ывăлĕ Веныса — шăчă пек çинçешке те çÿллĕ этем утайса килет. Сунарçăсен вăрăм кунчаллă аттипе, хура пиншакпа, çаннисем кĕске пулнипе çара аллисем çекĕлсем пек курăнаççĕ. Сылтăм хулпуççинчен пăшал çакса янă.
— Вăрăм шуйттан! Эсремет! Эсĕ мĕн кăнтăр кунĕнчех хĕрарăмсемпе ачасене хăратса çÿретĕн, çĕр çăтманскер?!— ун çине тÿрех сиксе ÿкрĕ Матви арăмĕ.
Анчах пуп ывăлĕ ăна хирĕç йăл та йăл кулкаласа, темле пит чаплă ĕç тунăшăн савăннă пек утса пычĕ çеç.
— Ха! Сирĕнпе кăштах шÿт тума та юрамасть ĕнтĕ,—терĕ вăл.— Эпĕ сире тĕллесе пемен вĕт!
— Эккей, тупнă шÿт тумалли япала!— тата хытăрах кăшкăрса ячĕ Елькка.—Çынсене хăратса ухмаха ертсе яма та пулать, çавна пĕлетĕн-и, тăм çамка? Ак çак ют майрана та вăрманта эсех пенĕ вĕт, каттăршнăй, хăранипе чут çеç вилсе кайман вăл. Мĕн хăтланса çÿретĕн, явăл? Сана, мĕн, чаракан пулмĕ, тетĕн-и?
— А эпĕ нимĕн те хăтланман, пăшала тĕрĕслесе пăхрăм çеç,—терĕ Венька.— Лайăх перет, чаплă пăшал, пăх-ха, ик кĕпçеллĕ. Енер кăна туянтăм-ха…
Вăл пăшал кĕпçисене ачашланă пек туса илчĕ.
— Тăватă пăт çăнăх патăм, ачам! Ак, сунара çÿреме атă та туянтăм, ăна пĕр пăтпах пачĕç…
Эс парăн, эс тăватă пăт мар — вуннă та парăн,—терĕ Матви арăмĕ çиллессĕн,—сирĕн нумай вĕт, çăнăхĕ ларĕ-ларĕпе пăнтăхса ларать, пĕтĕм халăх выçăпа вилсе пĕтсен те, эсир тепĕр вунă çул пурăнăр-ха. Сирĕн тырри акмасăрах пулать те! Хура халăхран сăптăратăр кăна, пур-и, çук-и — тавай!
— Эс пит нумай патăн-и?— кулма пăрахса шăлне çыртрĕ пуп ывăлĕ.— Мĕн лĕпĕртетсе тăратăн?
— Панă, сахал мар панă!— терĕ Елькка, аллисемпе сулкаласа.— Укçа та, çăмарта та, çăм та, хăмла та, салат та панă! Ача ят хурсан та тÿленĕ сан аçуна, хуньăма пытарнă чух та панă, хĕреспе пырсан та, ахаль кăларса яман. Кĕртместĕп-ха урăх, хапха патне те ямастăп, çав-çавах ним усси те çук! Кĕçĕн ывăлăм чирлесен, миçе хут юлашки укçапа çурта лартса кĕлтумарăм пуль, усси çур пуслăх та пулмарĕ… Вилчĕ ман ача! Мĕншĕн çирĕм çăмарта илсе тухса кайрĕ сан аçу ача вилес патне çитсен хăйне чĕнсессĕн?
— Эс коммуниста хăçан çырăнтăн, Елькка?— куçĕсене хĕссе, шăл витĕр ыйтрĕ пуп ывăлĕ.
— Ниçта та çырăнман, комунис та, антихрис та мар эпĕ, сире хыптарса йăлăхнине çеç калатăп!—Елькка тутине пăчăртаса лартрĕ те, аллисене пилĕкĕ тĕлĕнче хире-хирĕç тытса, тепĕр еннерех çаврăнса тăчĕ. Темиçе самант хушши никам та чĕнмерĕ. Венька Елькка çине çаплах шăтарасла пăхрĕ, хĕрарăм сăмахĕсем ăна хытă пырса тиврĕç пулмалла. Вăл халь ăна мĕнле те пулсан ытларах кÿрентермелли сăмах шырарĕ курăнать.
— Турă ячĕпе панă çăмартасене шутличчен, эсĕ малтан хăвăн пата касака çÿрекен арçынсене мĕн чухлĕ ĕçтерсе-çитерсе янине шутласа кăлар,— терĕ те унтан, тутине чалăштарса çав тери йĕрĕнчĕклĕн, сассăр кулса илчĕ. Ку вара Ельккана вĕри шывпа сапнă пекех пулчĕ. Вăл калама та çук вĕресе кайрĕ.
— Мĕн, мĕн терĕн эсĕ?—кăшкăрса ячĕ Елькка.— Мĕн палкатăн эс, шăршлă çăвар? Кам çÿрет ман пата касака? Кам? Эс куртăн-и, тытрăн-и? Э? Тен, эсĕ ху пынă… эп килте çук чухне? Тен, эпĕ санăн вăрăм çилхеллĕ аçуна ыталаса выртнă? Намăссăр! Ахаль кала-ман-мĕн пуп таврашĕн намăс çук тесе!— Елькка чышкисене чăмăртаса лартса ун патнеллех утса пычĕ, вăл кĕç-вĕçех пуп ывăлĕн куçне-пуçне тăрмаласа тăкма, ана чĕп-чĕр юн тума хатĕр пулчĕ.— Путсĕр, кай кунтан, ан сулланса çÿре, уй тăмани хăраххи! Атту яратăп акă пуртă тăршшипе, çветтуй атте йăхĕ тесе пăхсах тăмăп! Кай теççĕ сана, кăрчанкă, мĕн ĕç пур сан кунта? Кай!
Елькка ун патнелле пынă май, пуп ывăлĕ хăй сисмесĕрех темиçе утăм каялла чакрĕ, унтан тăрук пăшалне хулпуççинчен вĕçертсе илчĕ те хĕрарăма хырăмĕнчен тĕллерĕ:
— Перетĕп!
Елькка самантлăха çухалса кайнă пек пулчĕ, анчах çавăнтах кăшкăрса ячĕ:
— Пер ара, лер! Мĕн, эпĕ вилĕмрен хăратăп тетĕн-и? Ним чухлĕ те хăрамастăп, тăлăх арăм пурнăçĕ çавах пурнăç мар, вилсе выртсан, пĕтĕм хуйхи-суйхи пĕтет, анчах мана вĕлерсен, эс те çут тĕнчере пурăнаймастăн, сăтана! Ну, ма пеместĕн? Хăратăн-и?
Хăй çавăнтах Венька аллинчи пăшала кĕпçинчен ик аллипе пĕр харăс тытса аяккалла пăрма тапратрĕ.
— Сан пек ухмахшăн патрон шалккă,— терĕ Венька, пăшалне хĕрарăм аллинчен аран туртса илсе.
— Эс ĕнтĕ шутсăр ăсли, айтурух!— чарăнмарĕ Елькка.—Тупăннă енерал! Пăшал çакса янă-ха тата! Хăв пур — ни салтака, ни вăрçа каяс çук, сан пеккисем халь йăлт вăрçăра… Хура халăхшăн юн тăкаççĕ, эс кунта ачасене хăратса çÿретĕн!
— Тавах çÿлти турра, ман йышшисене салтака илмеççĕ халь,—терĕ пуп ывăлĕ, пăшалне хулпуççинчен çакса,— ку чухнехи вăрçа çаракутсем çеç каяççĕ. Пит лайăх-ха: часах акă вĕсене пурне те шăркасене вĕлернĕ пек вĕлерсе пĕтереççĕ те, вăрçă чарăнать, сан пек çухăракансен çăварĕсене хуплаççĕ, вара пĕтĕм çĕр çинче мир пулать, çынсен чĕрисенче — канлĕх.
— Эс çавна кĕтсе пурăнатăн-ха эппин? Пирĕн çынсене пурне те вĕлерсе пĕтерессе кĕтетĕн?— çилĕпе ыйтрĕ Елькка.
— Эп кĕтместĕп, эп çавăн пек пуласса пĕлетĕп çеç! Нумай та мар ĕнтĕ вăл вăхăт çитесси! Пурăнатпăр вара пурнăçне… Эх-ма!..
Пуп ывăлĕ учительница умнелле пĕр утăм ярса пусрĕ:
— Ăçталла çул тытатăр, барышня? Атьăр пĕрле, ăсатса яма пултаратăп сире. Паçăрхи шухăшăн — пардон, каçарма ыйтатăп… Ну, кайрăмăр-и? Ан хăрăр, эпĕ пĕр-пĕр комиссар мар, çынсене пулчĕ-пулмарĕ уй варринче персе пăрахмастăп…
Учительница ăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ, ун çине хăранипе чарăлса кайнă куçĕсемпе пăхса, Матви арăмĕн çурăмĕ хыçнелле пăрăнчĕ.
— Ут, ут хăвăн çулупа, никам та пымасть сан пек эсреметпе!— каллех çилĕпе кăшкăрчĕ Елькка.
Пуп ывăлĕ шăл витĕр чăрт! сурчĕ те пирĕнтен уйрăлса ял еннелле утрĕ. Самантрах вăл пĕтĕм уя илтĕнмелле кăшкăрса юрласа ячĕ:
Пишет, пи-и-шет царь герма-анский,
Пишет ру-ус-скому царю-у-у…
Разобью-у-у я всю Евро-о-опу,
Сам в Росси-ию жить пойду-у-у…
— Епле хăрушă çын!— терĕ хуллен учительница, ун хыçĕнчен пăхса.— Совет влаçĕ пĕтессине кĕтет вĕт вăл, çавна шанса пурăнать. Чăн-чăн тăшман…
— Ирсĕр! Шăршлă качака таки!— терĕ Елькка.— Паян вăл мĕн хăтланса çÿрени çинчен Васили Петровича каласа паратăп-ха!
— Кам вăл Василий Петрович?— ыйтрĕ учительница.
— Совет председателĕ пирĕн. Пит маттур çын, пĕлтĕр вăрçăран хăрах урасăр таврăннăскер. Тăн кĕртет вăл ăна! Ун пек иртĕнекенсене ачашласах тăмасть…
— Ну, манăн яла çитес, сирĕн учительницăпа тĕл пулса калаçас та ăçта та пулин вырнаçас пулать…— çĕрте тăракан саквояжне алла илсе кайма тăчĕ хула хĕрĕ.
— Атя, эп сана хам ăсатса ярăп ун патне,— терĕ Елькка.— Ман выльăхсене çак хĕрачасем пăхкалĕç,— манпа Хреçук çине кăтартрĕ вăл.— Юрать-и? Ман килте вĕт-шаксем те темле-ха унта, тултан питĕрсех хăвартăм-ха…
— Юрать, юрать, Елыкка инке, пăхатпăр, ан пăшăрхан, киле те хуса пыратпăр!— терĕмĕр эпир.
— Кĕçĕрлĕхе хам патрах выртма пултаратăн, тăвăр пулсан та аптрамăпăр,— учительница хулĕнчен тытрĕ вăл.— Кăштах çапă касса каясшăнччĕ те, пулмарĕ ĕнтĕ паян, юрĕ, ыран та килĕп. Атя, хĕрĕм… Э, эпир сан ятна та пĕлеймерĕмĕр-çке çав пуп чĕппипе янраса. Мĕн ятлă-ха эс?
— Вероника,— терĕ учительница, темшĕн кăштах хĕрелсе.— Хушаматăм — Муравьева, атте—Арсентий.
— Кай, кун пек ят ĕмĕрне те илтмен!— тĕлĕнсе пăхрĕ ун çине Елькка.— Вероника… Пăх-ха эс, епле ят! Хула çынни темĕн! Анчах эпир сана ялти пек Верук тесен те юрать пуль? Çилленместĕн-и?
— Ма çилленес?— тата ытларах хĕрелчĕ хĕр.—Ун пек те аван…
2
Каç пула пуçласан, эпир выльăхсене киле хуса таврăнтăмăр та, Хреçукпа калаçса татăлса, каçхи апат хыççăн Матви арăмĕ патне кайрăмăр. Пирĕн çав хула хĕрне лайăхрах курас, унпа паллашса çывăхрах пулас килнĕ пулмалла ĕнтĕ. Хамăр вĕренесси пирки те калаçса илтĕмĕр пĕр-пĕринпе: эпир Хреçукпа иксĕмĕр те пит сахал вĕреннĕччĕ. Эпĕ, иккĕмĕш класа кайма пуçласан, нумай та çÿреймерĕм, юр çусанах шкула кайма пăрахрăм — тумтир çукчĕ, Хреçук пĕрремĕш класра та вĕренсе пĕтереймерĕ, вĕсен чылай хĕн курса пурăннă амăшĕ вилчĕ те, пĕчĕкскерĕннех килти пĕтĕм хĕрарăм ĕçĕсене туса пымалла пулчĕ унăн. Унтанпа çич-сакăр çул та иртнĕччĕ ĕнтĕ, вăл хушăра эпир пĕри те алла хут-кĕнеке тытса курман, вĕреннĕ саспаллисене те йăлтах манса кайнă. Халĕ, мăннисене вĕрентме тытăнаççĕ пулсан, ма вĕренес мар-ха пирĕн?
— Мăн пуçпа парта хушшине кĕрсе ларма намăс та-ха ĕнтĕ… Çынсем кулса пĕтĕç!— иккĕленчĕ Хреçук.
— Эпир иксĕмĕр çеç мар вĕт, пирĕн пеккисем татах та пулаççĕ пуль-ха? Халăхпа пĕрле ларсан, мĕн намăĕĕ?— терĕм эпĕ ăна хирĕç.— Тем усал ĕç туни мар-иç вăл?..
Эпир пырса кĕнĕ чух Матви арăмĕ Елькка кăмака умĕнче тăрмашатчĕ, хула хĕрĕ сĕтел хушшинче, «шăши куçĕ» умĕнче темле хут-кĕнекесем пăхса ларатчĕ.
— Пирĕн килес…
— Килĕрех, килĕрех,— терĕ Елькка, пуçне чăлан алăкĕнчен кăларса.— Иртсе ларăр. Пÿртĕнче ним латти те çук-ха паян, пуçтараймарăм.— Унтан вăл хула хĕрĕ еннелле çаврăнчĕ:— Акă, Верук, сан валли харăсах ик ученик килчĕç, вĕсем те, ман хăраххăм, ачарах чухне вĕренеймесĕр юлнă. Куран, хĕрĕсем маттур, анчах пĕр пуккă та палламаççĕ…
— Пуккисене паллакалатпăр та, вулама тăрсан çыхăнсах каймасть çав,— терĕ Хреçук.
— Апла пулсан, эпир вĕсене çыхăнакан тăвăпăр, вулама та, çырма та вĕренĕпĕр,— терĕ учительница.— Килĕшетĕр-и вĕренме? Сирĕн ятсене халех çырса хуратăп, юрать-и?
— Темле-çке…— йăл кулса пĕрре ун çине, тепре ман çине пăхса илчĕ Хреçук.— Кулса пĕтмĕç-и пирĕнтен? Ялта çавăн пек вĕт: пулчĕ-пулмарĕ тăрăхлама тапратаççĕ…
— Мĕншĕн кулмалла?— терĕ хула хĕрĕ.— Хутла пĕлменнисене, сахал вĕреннисене халь пĕтĕм Российи-пех вĕрентме тытăнаççĕ, ун пирки закон пур— пурне те вĕрентмелле! Патша саманинче рабочисемпе хресченсене юри вĕрентмен, тĕттĕмре усрама тăрăшнă, мĕншĕн тесен хутла пĕлмен, тĕттĕм халăха пăхăнтарма, чурасем туса усрама çăмăлтарах, вăл хăйне пусмăрлакансене хирĕç те тăраймасть. Анчах Совет влаçĕ пурне те çутта кăлармалла, вĕрентмелле, нумай пĕлекен çынсем тумалла, тет. Çавăнпа та халь ачасене çеç мар, мăннисене те парта хушшине лартаççĕ…
Вăл каланисене эпир сывламасăр тенĕ пек итлесе лартăмăр. Тĕлĕнтерчĕ вăл пире: хăй пирĕнтен нумай та аслă мар, пулсан пулĕ пĕр икĕ çул аслă, анчах мĕн тери ăслă! Сăмахне кĕнеке тăрăх вуланă пек калать вĕт… Тата, хула çынни пулсан та, чăвашла пит хитре калаçать, хăшпĕр сăмахĕсем çеç темле вырăсларах тухаççĕ унăн: «мĕншĕн» тессине «миншĕн» тет, «тĕттĕм» (вырăнне «тюттюм» пулса тухать. Анчах пĕтĕмпех пит лайăх ăнланмалла!
— Çынсем çÿреççĕ пулсан, эпир хирĕç мар,— терĕ Хреçук.
— Мĕн хирĕçмелли пур унта, мĕншĕн хăраса тăмалла?— чăлантанах сас пачĕ Елькка.—Эсир мар, эпĕ те вĕренесшĕн пулать те! Çитет пуль суккăр çын пек пурăнса.
— Сан вĕренмеллех ĕнтĕ, эсĕ халь пысăк çын, совет!— сăмах хушрăм эпĕ те.
— Мĕнле… совет?— ыйтрĕ учительница.
— Ара, ăна нумай пулмасть совета суйларĕç, çавна калатăп,—ăнлантарса патăм эпĕ.
— О, ку питĕ аван вара!— хаваслансах кайрĕ учительница.— Эппин — ялти власть эсĕ? Анчах ху паçăр хĕрарăмсене патшалăха тытса тăма вĕрентессине хирĕç каларăн! Ху çав ĕçе хутшăнма та пуçланă иккен!
— Мĕнех хутшăнни пултăр ĕнтĕ пирĕн?— кÿреннĕ пекрех каласа хучĕ Елькка ăна хирĕç.— Кула-кула суйласа хучĕç те…
— Мĕншĕн кула-кула? Çынсем сана суйлама ал тăратнă вĕт?
— Ара, эсĕ çивĕч хĕрарăм, никама та маххă памастăн, пурнăçу пăрлетарски, упăшку краснăй квардире пуçне хунă, самăй советра пулмалли çын эсĕ, терĕç те пĕр наччасрах суйласа хучĕç. Анчах мĕн усси манран? Кĕнчелере чĕнсе каяççĕ те, ларатăп тунката пек, çынсем мĕн каланисене итлесе… Ыттисем унта тĕрлĕ хутсем çине ал пусаççĕ, эпĕ хĕрес лартса яратăп. Çавăнпа вĕренес тетĕп ĕнтĕ, чăнах!
— Тĕрĕс, Елькка инке, вĕренес пулать, вĕренетпĕр! Çитес çуркуннеччен вулакан-çыракан пулатпăр!
— Çырма пирĕн аллисем те хытса ларнă та-ха…
— Çемçелеççĕ, ан хăра уншăн.
Елькка чăлантан самаях пысăк чугунпа вĕри çĕрулми, унтан тăм чашăкпа уйран илсе тухса лартрĕ. Учительница хăйĕн тетрачĕ-кĕнекисене пуçтарса аяккалла хучĕ.
— Çисе пăх-ха пирĕн чăваш апатне,— терĕ ăна Елькка.— Хулара эсир пирĕн пек мар, тутлă çиетĕр пулĕ те-ха… Ан тирке ĕнтĕ!
— Хулара халь кун пекки те çукрах-ха,— хуравларĕ учительница,— уйрăмах — мăн хуласенче. Петроградра, Мускавра тата ытти çĕрте те çын пуçне кунне çур кĕренке çакăр параççĕ. Тепĕр чух унтан та сахалтарах лекет. Питĕ йывăр пурăнаççĕ…
— Э-эх, çăмăлли ниçта та çук пуль çав халь, — ассăн сывласа илчĕ Елькка.— Темле пурăнкаласа çитермелле пурнăçне…
Вăл çĕрулми пиçессе паçăртанпах кĕтнĕ ик ачине хăйĕнпе юнашар лартрĕ, учительницăна çывăхрах куçса ларма хушрĕ те, вĕсем çиме тытăнчĕç. Кил хуçи пире те хăйсемпе пĕрле ларма сĕнчĕ, анчах эпир хамăр çисе килни çинчен каларăмăр та вырăнтан хускалмарăмăр.
Калаçма юратаканскер, Елькка вĕри çĕрулмине вĕре-вĕре çинĕ хушăра та сăмахламасăр лармарĕ.
— Васили Петровча, председателе, тĕл пулаймарăмăр-ха паян,— терĕ вăл,— темле, вырсарникунне пăхмасăрах, вулăса чĕнтернĕ, тет. Мăннисем валли шкул уçасси çинчен малтан унпа калаçас пулать-çке. Евдоки Захаровна та çук, Чутайри аппăшĕ, хăй пекех ватă учительница, сарăмсăр вилсе кайнă, тет…
— Ăнăçлах пулмарĕ çав,— терĕ хула хĕрĕ,— вĕсем таврăнасса кĕтме тивет. Пирĕн чăн малтан хутла пĕл меннисен списокне туса, вĕсене пĕр çĕре пухса калаçмалла та ун хыççăн тин ĕçе тытăнмалла. Анчах та васкас пулать, чылай çĕрте мăннисене вĕрентме тытăннă та ĕнтĕ…
— Ĕçне эпир те вăрахах ямăпăр-ха ăна, уншăн ан пăшăрхан,— лăплантармалла каларĕ Елькка.— Кам хутла пĕлменнине, кама вĕрентмеллине эпир ак виçсĕ-мĕрех йăлт аса илсе çырса тухма пултаратпăр. Ялта сирĕн хулари пек мар вĕт, пурин çинчен те веçех пĕлетпĕр, кам мĕн тунă, мĕнле пурăнать… Çапла-и, хĕрсем?
— Çапла ĕнтĕ,— терĕмĕр Хреçукпа иксĕмĕр харăсах.
— Юрать апла пулсан,— тулли кăмăлпах килĕшрĕ учительница.
Пĕр хушă шăп пултăмăр. Унтан сăмаха каллех Елькка пуçласа ячĕ. Çиме чарăнсах учительница еннелле çаврăнчĕ те:
— Ыйтаймарăм, аçу-аннÿ пур-и сан? Мĕнле çынсем вĕсем, таçта кантурсенче служить тăваççĕ-и? Тен, купца таврашĕ эс? Вырăс-и, чăваш-и? Ху чăвашла пĕлетĕн-ха хуть эсĕ…
— Пур, атте те, анне те, шăллăмпа йăмăк та пур манăн,— терĕ хула хĕрĕ.— Атте — чăваш, анне — вырăс. Анчах атте килте мар çав халь…
— Ăçта тата?
— Вăрçăра, таçта Çĕпĕрте, Колчакпа çапăçать.
— Çамрăках мар пуль-çке вăл сан, епле илсе кайнă-ха ăна?
— Фельдшер вăл. Леш вăрçăра та фельдшер пулнă. Çавăнпа илсе кайнă. Аманнисене сыватмалла-çке…
— Çапла ĕнтĕ, çапла. Аннÿ мĕн тăвать?
— Анне больницăра ĕçлет.
— Вăл та фершăл-и?
— Çук, сестра кăна. Тухтăрсене пулăшаканни.
— Э, иккĕшĕ те тухтăр тавраш эппин… Аслă çынсем пулнă… Кунта, яла, эс хăвăн кăмăл пулнипе килтĕн-и е кам та пулин хушса ячĕ сана?
— Апла та, капла та теме юрать. Комсомол çинчен илтнĕ-и эсĕ?
— Ăна илтнĕ-ха. Çамрăк комунсем теççĕ пулас вĕсене. Пирĕн хамăр ялтах çук та, Сĕнтĕрте иккĕ-виççĕ пур, теççĕ. Кĕнчелерте калаçнине илтрĕм.
— Мана кунта шăпах комсомол ячĕ. Уком. Уесри комсомол комитечĕ. Эпир халăх хутла пĕлменнипе пĕтĕм вăя хурса кĕрешме сăмах патăмăр, мĕншĕн тесен унсăр çĕнĕ пурнăç тума пулмасть.
— Вара эсĕ ху та комсомол-и-мĕн?
— Çапла. Комсомолка.
— А-ав епле! Турра та ĕненместĕн ĕнтĕ, çапла-и?
Учительница çисе тăранчĕ пулмалла та аллисене таса тутăрпа шăлкаласа илчĕ. Хăй Елькка çине шăтарасла пăхса йăл-йăл кулчĕ те:
— Туррине ăна эсĕ те ĕненсех каймастăн пулас-ха…—терĕ вăл.
— Ма ун пек шутлатăн?— тĕлĕннĕ пек пулчĕ Елькка.
— Ара, паçăр уйра пуп ывăлне ав епле çунтартăн. Пупсем пирки те питĕ вирлĕ каларăн…
Елькка, сĕтел çинчен пуçтарса, ассăн сывласа ячĕ.
— Туррине ĕненетĕп-ха ăна, пире, тĕттĕм çынсене, турăсăр пурăнма май килмест, ăна шанса, унтан ырлăх кĕтсе пурăнатпăр-çке эпир, анчах пуп таврашĕсене юратмастăп, ăна чăннипех калатăп вара. Тÿсме пултараймастăп!.. Пурне те: пупне те, чечукне те, ыттисене те!
— Ма вара ун пекех? Турă çыннисем-çке вĕсем?— татах çемçен кулса илчĕ учительница.
— Эй, ан та кала!— аллипе такама çапас пек сулса ячĕ Елькка.—Турă çыннисем мар вĕсем, шуйттан этеммисем! Пĕлсе çитрĕм ĕнтĕ…
— Питĕ хытă тарăхтарчĕç-им?—çине тăрсах тĕпчеме пикенчĕ хула хĕрĕ, Елькка çине тимлĕн пăхса.
— Тарăхтарни-мĕнĕ..» Йĕрĕнтерсе çитерчĕç! Сире, хĕрачасене, калама та аван мар та, пĕрре сăмах пуçланăскер каласах парам эппин… Халь вăл япалапа çыхланма пăрахнă-ха эпĕ, анчах пĕлтĕр пĕр хушă ханша юхтаркаларăм. Лешне ара, сăмакун тенине. Укçа тупас пулать-çке мĕнле те пулин… Краççынĕ те, тăварĕ те кирлĕ, анчах вĕсем этем майсăр хаклă. Тăлăх арăмăн укçа çук… Ну, юхтартăм ĕнтĕ, суткаларăм, тунмалли çук, иртнĕ япала. Ĕçме юратакансем кĕркелетчĕç ман пата. Ĕçеççĕ те тÿрех тухса каяççĕ, пĕр арçын-не те каçа хăварман. Унпек-кунпек кирлĕ мăрла калаçма пуçлакансене чышсах кăларса янă… Пĕррехинче вара, çил-тăманлă каç, çур çĕр çитеспе — эпĕ ĕнтĕ ачасемпе паçăрах кăмака çине хăпарса выртсаттăм — тахăшĕ чÿречерен шăкăр-шăкăр тутарчĕ. Антăм та кăмака çинчен, çенĕке тухса ыйтатăп: «Кам?» Тахăшĕ ху-уллен пăшăлтатса калать: «Эпĕ-ха ку, Елькка, уç-ха йăпăртлăха, сăмах пур»,— тет. Палласа илтĕм çакна: пуп! «Мĕн кирлĕ сана, пачăшкă, ма килтĕн?»— тетĕп.—«Кайран калăп, эс уç-ха часрах, сивĕ кунта»,— тет. Ну, хăрамасăрах уçса кĕртрĕм çакна, хăйă çутса ятăм… Вăл тĕпелелле иртсе ларчĕ. «Матăшкă çумĕнчен мĕнле тăрса килтĕн эс çак вăхăтра, хыççăн шыраса килсен иксĕмĕре те çапса пăрахать-иç»,— тетĕп… Ман пуп ал тупанĕсем çине сурсах çÿçне-пуçне, сухалне якаткаласа илчĕ те: «Матăшки çук-ха вăл, виçĕмкунах хулана кайнă, тунтикунсăр таврăнмасть, çапах та эсĕ урамалла тухакан чÿречисене картла-ха, çутă пуррине курса тата кам та пулин килсе ан кĕтĕр, аван мар пулать мана»,— тет. Итлерĕм çакна, чÿречесене картларăм… Çав хушăрах хамăн унтан çав тери тăрăхлас мăшкăллас килсе кайрĕ, тÿсме çук!.. «Тата мĕн хушатăн, пачăшкă?»—тетĕп.— «Эрех пар»,— терĕ çак.— «Хаяртараххине пар, темшен ăшчик çунать-ха паян, лăпланас пăртак»,— тет.— «Эрехне тупма пулĕ те, пачăшкă, анчах укçасăр ярса параймастăп, хăвах пĕлетĕн — эрехĕ вăл сывлăшран пулмасть, унта çăнăхне те, çĕрулмине те ямалла, халь пурте хаклă»,— тетĕп.—«Уншăн ан хăра эсĕ, ме, тыт укçине!— терĕ те вăл çакна хирĕç, кĕсйинчен пĕр ывăç пин тенкĕлĕх хутсем кăларса, сĕтел çине пăрахрĕ.— Кирлĕ пулсан, татах пама пултаратăп,—тет,— кăлар часрах эрехне!.. Аш хыпса тухать!..»— Эрехĕ манăн кăмака хыçĕнчех ларатчĕ. Пĕр пулштух кăларса лартрăм çакăн умне, хытă пашалупа сухан хурса патăм тата. Ман хăна пĕр чей стаканĕ хĕррипе танах тултарса вăльт-вальт сăхсăхса илчĕ те янк! тутарчĕ.— «Мĕнле, пырать пек-и?»—ыйтатăп хайхи çакăнтан.—«Аван, пит аван, миколаевскинчен те кая мар, маттур эсĕ, пултаратăн,— тесе илчĕ вăл. Çавăнтах тепĕр стакан тултарчĕ те мана сĕнме тытăнчĕ: — Эсĕ те ĕç!»—тет.— «Тем пекех ĕçĕттĕм те, эп ĕçсен хăвна сахал пулать, ăшна лăплантараймастăн»,—тетĕп юриех. Хамăн ĕçес шутăм та çук-ха, ахаль йĕкĕлтетĕп кăна…—«Ничево, ничево,— тет пуп,— пĕлетĕп, чăланта санăн татах пур-ха унта. манăн—укçи пур, çитет пире!—Сĕтел çине тата тепĕр ывăç лутăрканса пĕтнĕ укçа ывăтрĕ çак.—Ĕç тавай, атту мана пĕччен ĕçсе ларма кичем!» — «Юрĕ эппин, сан кăмăлна тăвам»,— терĕм те хайхи, стакана тытса кăштах чăпăрт! туса илтĕм. Вăл мана тĕппипех ĕçме хистерĕ. «Çук, çук, пачăшкă, иксĕмĕр те ĕçсе лартсан, мĕн пулса тухĕ пирĕн?— терĕм.— Çакăнтах тăсăлса ÿксе çывăрса кайăпăр та, ирхине çынсем килсе кĕрĕç… Тĕнче пĕтет вĕт вара, иксĕмĕрĕн те ялтан тухса тар-малли çеç юлать-иç!»— «Э, уншăн ан хăра, мана ÿсĕртнĕ кун пекки пиллĕк кирлĕ!»— терĕ те пуп, тепĕр стакан туп-тулли çавăрса хурса кăштах сухан чăмлакаларĕ… Хăй ман çине шăтарас пек, çисе ярас пек пăхать, сухалне шăлкаласа илет. Куçĕсем выçă йытă куçĕсем пек пулса кайса сиккелеме, йăлтăртатма пуçларĕç. Унтан тата тепĕр стакан янклаттарчĕ те мана кăчăк туртать: «Кил кунта, юнашар ларăпăр»,—тет. — «Мĕн тума?»—«Так, калаçса ларма».—«Капла та лайăхах калаçатпăр-иç?»— «Юнашар пулсан тата авантарах вăл…»—Эп вырăнтан хускалмарăм, вара вăл хăй сĕтел пуçĕнчен тăрса, кĕрĕкне хывса сак çине пăрахрĕ те ман пата пырса ларчĕ… Пырса ларчĕ те тÿрех тыткалама, ыталама пуçларĕ. Эп малтанах чармарăм, тата мĕн хăтланатъ-ха ку эсрел, терĕм. Вăл мĕн шут тытнине ахалех пĕлетĕп те-ха ĕнтĕ… Хайхискер, эп шарламаннине кура, çак эсрел хăюлансах пычĕ, намăссăрлансах кайрĕ! Чуптума тапратрĕ! «Юрататăп сана, эсĕ ман прихутра пуринчен те лайăххи»,—тет. Унтан сиксе тăчĕ те мана йăпăр-япăр çупăрласа илсе кутник сакки патнелле сĕтĕре пуçларĕ… Эпĕ сылтăм алла вĕçертсе пĕррех çупса ятăм çакна! Анчах вăл çаплах чарăнмасть, сĕтĕрет те сĕтĕрет мана. Лаша пекех вăйлă, шуйттан!.. Мĕн мурĕ тăвас куна? Кăшкăрсан —çĕрле, хам ачасемсĕр пуçне никам та илтес çук. «Кай, ан çулăх, таврăнсанах матăшкăна каласа паратăп, пĕтĕм ял умĕнче намăс кăтартатăп»,— тетĕп, сухалĕнчен туртатăп, çапатăп, кĕрешсе йăлт вăй пĕтсе çитме пуçларĕ. Аптрарăм вĕт! Вара сасартăк пуçа чее шухăш пырса кĕчĕ: чим-ха, пачăшкă, мĕн пуласси пулĕ, анчах тăхта, эпĕ çенĕк алăкне питĕрмен вĕт, çавна тухса питĕрем, атту, кам пĕлет, тем курăпăр тата, ман пата тепĕр чух ытти пьянчуксем те килкелеççĕ, эрех шыраса!— терĕм. Итлерĕ çак, кам та пулин чăнах пырса кĕресрен хăрарĕ ĕнтĕ… Хам вара çенĕке сиксе тухрăм та яланах алăк хыçĕнче выртакан пуртă ярса илсе самантранах каялла вăркăнса кĕтĕм. Ман пуп кутник çинчех выртать, мана кĕтет ĕнтĕ, каянни! Эпĕ тÿрех ун умне пырса тăрса пуртă çĕклерĕм: «Касатăп! Çакăнтах вилсе выртассу килмест пулсан — тухса вăркăн, эсремет пуçĕ! Атту-тăк халех ваклатăп!»— терĕм.
— Ах, хăраса кайрĕ пуль, мăнтарăн!— кулса ячĕ Хреçук, ку таранччен ман пекех питĕ тимлĕн итлесе ларнăскер.
— Каккуй, ачам!—терĕ Елькка, хăй те кулса ярса. — Ялт! анчах тăрса ларчĕ. «Ан шÿтле, Елькка, эсĕ мĕн, ухмаха ертĕн-и?»—тет. «Ним те шÿтлеместĕп, касатăп та вĕлеретĕп, виллÿне çырмана пăрахатăп, эс кунта килнине никам та пĕлмест, ман çине никам та шутлас çук!»—кăшкăрса ятăм та ăна хирĕç, алăри пуртă тата çÿлерех çĕклерĕм. «Турăран хăра, Елькка!— урайне сиксе анчĕ хайхискер.—Çылăха пĕл, тамăка лекетĕн вĕт айăпсăр çынна вĕлернĕшĕн! Пăрах пуртуна, сăтана хĕрарăмĕ!»—Вăл ман паталла ăнтăлса пурта туртса илесшĕн пулчĕ, анчах эпĕ ăна хырăмĕнчен аяларахран тайрăм та, вăл, хăйне пусма тытăннă пек çухăрса ярса, кутник çине каялла кайса ларчĕ…
— Лайăх лектернĕ эппин эсĕ ăна,— каллех кулса ячĕ Хреçук.
— Аванах тиврĕ пулмалла çав,— терĕ Елькка.— Малтан хам та хăраса кайрăм: ытлашширех пулмарĕ-ши эсреле? Анчах аптрамарĕ ман пуп, темиçе самантранах тăчĕ те йăпăр-япăр кĕрекепе çĕлĕкне тытса тăхăнчĕ. «Спаççипă, Елькка!»—терĕ, мана çисе ярас пек пăхса. «Хăвна тавтапуç»,— терĕм хирĕç. «Емĕр асăнмалăх кÿрентертĕн, каçармастăп куншăн!»— «Хăрамастăп, пачăшкă, ним те тăваймастăн эс мана!» — «Чиркĕве кĕртместĕп сана, сăтана!» — «Уншăн пит макăрмастăп-ха, кирлех пулсан — турри килте те пур, анчах эпĕ вăт сана чăнах та тыткалама пултаратăп: ыранах пурне те каласа паратăп эс ман пата мĕншĕн килнине…» — «Ылханатăп вара сана, ĕмĕрлĕхе телейсĕр пулатăн! Вилсен те тамăкра çунатăн, анахвема!» — Чышкăпа юнасах хăварчĕ…
— Каларăн-и вара кама та пулин кун çинчен?— ыйтрĕ учительница, Елькка хăй сăмахне пĕтерсен.
— Шарламарăм,— ал сулчĕ Елькка.— Ирхине вăл хăех ман пата килсе тархасларĕ: «Турă пул, ан кала никама та, намăс ан кăтарт, эп ÿсĕрпе хăтланнă, уншăн эп мар, сан ханшу айăплă, урăх эп ăна виличчен те çăвара хыпмастăп»,— тет. Ман çине турăш çине пăхнă пек пăхса сăхсăхать. Кулă!— Елькка ахăлтатса кулса ячĕ.—Ку çеç те мар-ха: ик кĕсъе туп-тулли тăвар чиксе пынă вăл ман пата! «Ме, ил, сана хĕрхенсе паратăп, анчах эсĕ те этем пул, ан пĕтер мана»,— тет мăнтарăн…
— Илтĕн-и вара?— ыйтрĕ учительница.
— Илмесĕр! Паракантан илме хушнă…
— Эп пулсан, илмен пулăттăм… Тăварĕпе сапасанах хăваласа кăларса ярăттăм…— терĕ хула хĕрĕ.— Сан чысна варалани пулнă вăл, урăх ним те мар.
— Э, çук,— хирĕçлерĕ Елькка,— халь вăхăчĕ тăварпа сапмалли вăхăт мар, вăл пирĕншĕн халь сахăртан та тем тери хаклă! Ун чухлĕ тăвар ăçта кайса тупаттăм-ха эпĕ? Ман чыса ним чухлĕ те тивмест ку, эп унпа çывăрман вĕт…
— Тыткаларăн эппин пачăшкăна!— терĕ Хреçук, çав тери хавасланса.— Пултаратăн çав эсĕ, ахальтен мар сана тепĕр чух «касак» теççĕ!
— Хута кĕрекен никам та çук пулсан, ирĕксĕрех касак пулма тивет, ачам! Тепринче чечукĕ те килсе кĕчĕ ман пата, ÿсĕр, ура çинче аран тăрать, çапах та хăй çулăхма хăтланать. Ана вара çатма аврипех вĕтсе кăларса ятăм!
— Чечукне те лекрĕ-и? Ял кулли вĕт ку!— терĕ Хреçук.— Илтменччĕ кун çинчен…
— Шарламарăм кун пирки те. Каласан, хам çинчен сăмах кăларма пултараççĕ,— ал сулчĕ Елькка.
— Унпа-иç хытă пăскăртрăн эсĕ Венькăна…
— Чун чăтмарĕ, ара. Пур çĕрте те мăшăкăлласа çÿреме хăтланаççĕ! Çăварлăхлас пулать вĕсене. Хальхи саманара пур çынсем те пĕр тан, неччу култарма. Халь тин вăрăм çилхесенчен хăраса чĕтресех лармăпăр-ха, ĕлĕк хăрани те çитет…
— Вĕсем хăйсен ĕлĕкхи пурнăçне манаймаççĕ,— терĕ учительница,— революциччен пуп таврашĕсем çĕр çинчи турăсем вырăнне шутланнă-çке. Влаçĕ те йăлтах вĕсем майлă пулнă — патшаран пуçласа урядник таранах вĕсене хÿтĕленĕ. Чиркÿ çыннисене пурне те патшалăхран шалу тÿлесе тăнă, хресченсен чи лайăх çĕрĕсене чиркÿсене касса панă, унсăр пуçне, вĕсем халăхран тырăчпулă, çăмарта, çăм тата темтепĕр пухнă, памаллине вăхăтра тÿлесе татмасан, вăйпа шыраса илнĕ. Çав вăхăтрах тата венчет тунăшăн, ача ят хунăшăн, çын пытарнăшăн, чиркÿ праçникĕсем вăхăтĕнче хĕреспе çÿренĕшĕн те укçа илнĕ…
— Çапла çав, тĕрĕс ку, хам та тÿлесе курнă ăна, çавăн пирки каларăм эпĕ паçăр леш пуп чĕппине,— терĕ Елькка.
— Халь вара ĕçсем пачах урăхла,— хăй шухăшне малалла каларĕ учительница,— халĕ Совет влаçĕ чиркĕве патшалăхран уйăрнă, чиркÿ çĕрĕсене йăлт туртса илсе хресченсене валеçсе панă, пупсене шалу тÿлемест, шалу пама мар—вĕсене хăйсене контрибуци тÿлеттерет, çынсене чиркĕве хăналас вырăнне—эпир тĕн сĕрĕмĕпе ултавĕ çинчен ăнлантарма тăрăшатпăр, пурăна киле акă турра ĕненекенсем, чиркĕве çÿрекенсем пачах пулмаççĕ. Паллах, ытла часах мар, пурте хутла пĕлекен пулсан, çутта тухсан… Çавăн пирки пуп таврашĕсем совет йĕркисене пĕтĕм чунтан кураймаççĕ, революци вăхăтĕнче сирпĕтнĕ мул хуçисем çĕр улпучĕсем пекех, вĕсем пире хирĕç тем тума та хатĕр… Вăйĕсем çуккипе çеç халь лăпкă пурăннă пек тăваççĕ вĕсем, анчах чунĕсемпе—чи хăрушă тăшмансем! Паçăр леш пуп ывăлĕ сисĕнмеллех каларĕ вĕт: шурă гвардеецсем Хĕрлĕ Çара пĕтерсе хурсан, шутсăр лайăх пурнăç пулать, терĕ… Анчах пустуй ĕмĕтленеççĕ ун çинчен. Рабочисемпе хресченсен çарне çĕнтерме пыршисем çинçерех-ха вĕсен. Пире парăнтараймаççĕ, ун вырăнне хăйсем тĕп пулаççĕ акă, инçе мар вăл вăхăт… Шуррисем пĕр вăхăтра Атăл тăрăхĕнчи пур пысăк хуласене те илнĕччĕ, Хусана та пырса кĕнĕччĕ, анчах халь авă пирĕннисем вĕсене Çĕпĕре çити хăваласа кайрĕç, татах хăвалаççĕ-ха!
— Ах, çапла пултăрччĕ çав,— ассăн сывласа ячĕ Елькка,— часрах пĕттĕрччĕ вăрçи! Ман Матви пурпĕрех таврăнас çук та ĕнтĕ, çапах пурăнма çăмăлтарах пулатчĕ… Ачасене çын тумалла-çке манăн! Халь чисти асап вĕт-ха, пурнăç мар…
— Иртет ку асаплă пурнăç, Елькка инке. Пур йывăрлăхсем те иртеççĕ. Çавна çирĕп шанса пурăнас пулать.
— Кун çинчен санăн пĕтĕм ял халăхне ăнлантарса парасчĕ, Верук, атту эпир ним пĕлмесĕр пурăнатпăр вĕт, сĕм вăрманти пек,— терĕ унтан Елькка.— Ĕмĕрне те пурнăç юсанассăн туйăнмасть. Халь тата вăрмансенче таркăнсем, леш теçерттир тăнисем нумайланса кайрĕç ав, çавсем кансĕрлесе пурăнаççĕ, эсреметсем…
— Вĕсене те пĕтереççĕ ак, Елькка инке. Вĕсен вăйĕ çук вĕт, вĕсем хушшинче хăравçăсем ытларах. Хăйсен тирĕсене çăлса хăварасшăн вăрмансенче чĕтресе выртса пурăнаççĕ. Хырăмĕсем выçса çитсен вара туха-туха çаратаççĕ… Кашкăрсем пек. Халь саккун тухнă: кам хăйĕн айăпне йышăнса çара каяссинчен тарса çÿреме пăрахать — ăна каçараççĕ, кам çаплах тарса çÿрет— пурпĕрех тытаççĕ те вăрçă вăхăтĕнчи саккунсем тăрăх айăплаççĕ. Хытă айăплаççĕ, каçармаççĕ, хĕрхенсе тăмаççĕ!
Эпир ăна итлесе ним чĕнмесĕр лартăмăр. Ытларах та ытларах тĕлĕнтерчĕ пире хула хĕрĕ хăйĕн ăсĕпе…
Елькка та пĕр вăхăт шухăша кайса ларчĕ. Унтан учительница çине çав тери тинкерсе пăхрĕ те:
— Ăçтан ытла пурне те пĕлетĕн эсĕ, Верук?— тесе ыйтрĕ.— Çамрăк вĕт-ха эсĕ, пурнăçра нумай курнă çын мар, анчах сан сăмаххусем питĕ ĕненмелле пулса тухаççĕ.
— Пире ялсене кăларса яриччен чылай вĕрентрĕç,— хуравларĕ учительница.— Ленин мĕн каланисене те самаях вуланă эпир…
— Çав Ленин чăнах та питĕ ăслă çын пулмалла çав!—тарăннăн сывласа илчĕ Елькка.— Шутласан, çакăн пек йывăр саманара патша пулма мĕнешкел чаплă пуç кирлĕ…
— Патша мар вăл, Елькка инке, Ленина нихçан та патшапа хутăштарма юрамасть, тĕрĕс мар пулать вăл:
Ленин — халăх суйласа лартнă çын, халăх комиссарĕсен председателĕ.
— Лайăх çынна тупса суйланă! Йăлт халăхшăн, пирĕн пек чухăнсемшĕн тăрăшать…
— Вăл мĕн çамрăкранпах халăхшăн кĕрешнĕ. Патша йыттисем ăна темиçе хут та тыта-тыта хупнă, инçетри Çĕпĕре ссылкăна янă. Унăн пиччĕшне, патшана вĕлерме тăнăшăн, çакса вĕлернĕ…
— Пиччĕшĕ те халăхшăн пулнă эппин?
— Çапла…
— Пăх-ха эсĕ! Пулаççĕ çав çĕр çинче ырă çынсем!
Сăмах татăлчĕ. Вăхăт чылая кайнипе эпир Хреçукпа иксĕмĕр киле кайма тăтăмăр, анчах Елькка чарчĕ пире:
— Чимĕр-ха, нимĕр, пирĕн Верука хутла пĕлменнисен ячĕсене каласа памалла-иç-ха! Эпĕ хам пĕччен ытла пурне те аса илсе çитереймĕп, сиктерсе хăварăп тата…
— Тĕрĕс, тĕрĕс,— терĕ те учительница, çавăнтах хутпа кăранташ тытрĕ.— Атьăр, çырăр…
Эпир, тури каçран пуçласа, кашни килти çынсене йĕркипе аса илме тытăнтăмăр, вăл çырса пычĕ. Чылай: лартăмăр çапла…
Пĕр вăтăр-хĕрĕх çын ятне çырсан, алăк ерипен чĕриклетсе уçăлчĕ те пÿрте Акăни ятлă хĕрача кăптăрт! кĕрсе тăчĕ.
— Килех, Акăни, ирт кунталла,— терĕ ăна кил хуçи. Анчах Акăнийĕ малалла пĕр утăм та тумарĕ, ют çын пуррипе именчĕ пулмалла.
— Алăк патĕнче те юрать-ха мана,— терĕ вăл, çăварне тутăр вĕçĕпе хупласа.
— Акă, Верук, сан çак хĕрачана та вĕрентес пулать,— терĕ Елькка учительницăна. Унтан Акăни еннелле çаврăнчĕ те: — Вулама-çырма пĕлместĕн пуль эсĕ?— тесе ыйтрĕ.
— Çук, пĕлместĕп,— пуçне пăркаларĕ вăл.— Пĕчĕк чух никам та шкула яман та… Пирĕн ялта шкулĕ те пулман та…
— Халь вĕренес кăмăлу пур-и? Куран, пире вĕрентме хуларан ятарласа учительница ярса панă. Кĕçех пурне те вĕрентме тытăнаççĕ. Вĕренетĕн-и? Çырса хурас-и сан ятна?
Акăни малтанах темле çухалса кайнă пек пулчĕ, чĕнмерĕ. Унтан хуллен кăна хуравларĕ:
— Ан çырăр. Манран пулмасть пуль. Вăхăт çук манăн. Тата матăшкă та ямасть мана, ăна пĕлсех тăратăп. Халь те ăçта та пулин кăшт тухсанах вăрçса тăкать те…
— Мĕн, мĕн? Кам ямасть?— ăнланса çитейменнипе тепĕр хут ыйтрĕ унтан учительница.
— Матăшкă терĕм-çке,— малтанхи пекех хуллен хуравларĕ Акăни.
— Мĕнле матăшкă?—пире пăхса çаврăнчĕ хула хĕрĕ.
— Пуп майри ара,— терĕ ăна хирĕç Елькка.— Пуп патĕнче нянькăра пурăнать мар-и вăл! Тĕрĕссипе каласан, нянькăра та мар,— пупăн халь пĕчĕк ача таврашĕ çук,— тарçăра-пурăнать. Кун çути те кăтартмаççĕ ăна…
— А-ав мĕн иккен!— пуçне сулкаласа илчĕ те учительница, шухăша кайнă пек пулчĕ.
Елькка тĕрĕссине каларĕ. Акăни хамăр ялти пуп кил-йышĕнче чăнах та чĕмсĕр тарçăччĕ ĕнтĕ, мĕскĕнрен те мĕскĕн чун. Çулĕпе вăл пирĕн пекех вунулттă-сенчеччĕ, анчах хăй имшеркке, хыттăнрах пирки унтан кĕçĕнрех пек курăнатчĕ. Сăнĕ-пичĕ те. унăн темле кайăкăннин пек пĕчĕкçеçчĕ. Яланах шуранка, чирлĕ пекрех çÿретчĕ. Хăй вăл пирĕн ялсем марччĕ, пуп майри ăна таçтан урăх çĕртен тупса пынă. Пирĕнпе, ялти хĕрачасемпе, хутшăнсах каймастчĕ,— ăна валли унăн вăхăчĕ те çукчĕ çав, иртен пуçласа каçченех ĕçлетчĕ: пуп выльăхĕсен те, кайăк-кĕшĕкĕсене те пăхать, шыв патне те каять, вуттине те хутать вăл, урайне те кашни кун çуса тухать, апатне те пĕçерет, кĕпине те çăвать… Этемле ларса апат та çиеймен вăл кун каçа. Питĕ хĕрхенеттĕмĕр эпир вăл хĕрачана. Ашшĕ-амăшĕ пулман унăн, пуп майри ăна инкĕшĕ патĕнчен «хам хĕре пăхнă пек пăхатăп, çын тăватăп» тесе илĕртсе килнĕ, тетчĕç. Анчах та ку сăмахпа çеç пулнă çав. Пуп майри ăна час-часах çапкаласа та илнĕ, пĕррехинче, ăнсăртран варени банкине çĕмĕрсе пăрахсан, чĕн пиçиххипе хĕне-хĕне, урайĕнче сарăлса выртакан варенийĕ чĕлхепе çуласа тасаттарнă текен сăмах тухрĕ халăх хушшине. Анчах Акăни хăй ÿпкелешнине илтмен, хутран-ситрен тĕл пулса: «Мĕнле пурăнатăн?» — тесе ыйтсан, вăл яланах: «Лайăх пурăнатăп-ха турă пулăшнипе»,— тесе хуравлатчĕ. Матăшкă çавăн пек калама вĕрентнĕ пуль çав…
— Вĕренме вăхăт тупас пулать, тусăм,— терĕ ăна учительница, кăшт ларсан.— Халь пурне те вĕренме хушаççĕ, никама та хутла вĕрентмесĕр хăвармалла мар…
— Эпĕ хам та вĕренĕттĕм те… ямаççĕ мана. Ерçÿ çук…
— Юрĕ, эпĕ ун пирки санăн матăшкупа хам калаçса пăхăп. Саккуна хирĕç кайма пултараймасть вăл. Шкула яратех сана. Акă, халех çырса хуратăп. Хушамату мĕнле-ха санăн?
— Хушамат… пĕлместĕп, ман çук пуль вăл, пулман та пуль. Тăлăх та-ха эпĕ…—терĕ Акăни.
— Ну, сан аçу мĕн ятлă пулнă эппин?
— Атте… Атте Ваçли пулнă пулмалла, аннене çынсем Ваçли арăмĕ тенине астăватăп пăртак.
— Эппин, сана Агния Васильева тесе çырăпăр…
Акăни пĕр хушă чĕнмесĕр тăчĕ, унтан ассăн сывласа ячĕ те:
— Çавах ямаççĕ мана, пустуй çыратăр…— терĕ.— Матăшкă чарать…
— Чараймасть, халь ĕлĕкхи самана мар, ан хăра!—терĕ Елькка, тÿссе тăраймасăр.— Вĕсенчен кун чухлĕ хăраса пурăннипе те çитет пире. Саккунсем пирĕн майлă халь!
Эпир хутла пĕлменнисен списокне малалла çырма тытăнтăмăр. Акăни алăк патĕнче кăшт тăркаларĕ те Ельккана чĕнсе илчĕ:
— Ман санпа пĕр сăмах пурччĕ те…
— Мĕнле сăмах, кала!— ун патнелле пычĕ Елькка.
Вĕсем тем çинчен пăшăлтатма тытăнчеç. Унтан Акăни мĕнле пырса кĕнĕ — çавăн пекех шăппăн тухса кайрĕ.
— Калам-и сире матăшкă ăна ман пата мĕншĕн янине?— терĕ Елькка, сĕтел патне каялла таврăнса пырса.
— Мĕншĕн?— ыйтрĕ учительница.
— Сăмакун ыйтма янă! Темле хăнасем килсе кĕне имĕш вĕсем патне. Салтакла тумланнă икĕ арçын, тет. Çыннисене палламасть ку хĕрачи… Вăт, сысна матăшкă Эпĕ халĕ те ханша юхтаратăп пулать ун шучĕпе. Тупнă хупах хуçи, пăх-ха эс ăна, э? Шутсăр тарăхса кайрăм! Курсанах калатăп-ха эп ăна ик-виç ăшă сăмах!..
Киле эпир çур çĕр çитеспе тин таврăнтăмăр.
3
Урамра тĕпсакайĕнчи пекех тĕттĕм, куçран чиксен те курăнмасть. Пĕтĕм ял таçта çĕр тĕпне анса кайнăн туйăнать. Эпир Хреçукпа иксĕмĕр пылчăклă урам хĕррипе, хÿмесенчен тыткаласа, шыв лулашкисене пута-пута утатпăр. Чиркÿ тĕлĕнчен иртсен çеç малта çутă курăнчĕ — пуп килĕнче пур чÿречесем те çап-çутахчĕ. Патнерех пырсан, шалтан граммофон сасси илтĕнсе кайрĕ. Хулăн сасă кĕрлет кăна:
Вечерний звон, вечерний звон,
Как много дум наводит он…
Эпир ăна пĕр хушă чарăнса тăрсах итлерĕмĕр. Ун чухне пирĕншĕн çав граммофон та калама çук тĕлĕнмелле япала пулнă-çке-ха: ахаль йывăç ещĕк çумнех пысăк кукăр труба вырнаçтарса лартнă, çав трубаран этем сасси тухать. Калаçать вăл, юрлать… Мĕнле майпа? Кам кĕрсе ларнă вăл ещĕк ăшне? Çуллахи вăхăтра пуп ывăлĕ Венька, ăçтиçук, час-часах граммофона уçă чÿрече умне лартса пĕтĕм урама илтĕнмелле янратма тытăнатчĕ. Вара ялти ачасем тĕркĕлтипех пухăнатчĕç ăна итлеме. Венька вĕсене: «Кайăр кунтан, ан шăртлантарса тăрăр пирĕн тĕлти урама!»— тесе, çĕрĕк улмасемпе йĕретчĕ, шывпа чашлаттаратчĕ. Тепĕр чух хăйсен пăру пысăкăш йыттине сăнчăртан вĕçертсе ярса вăскăртатчĕ. Лешĕ вара ачасене тулатчĕ кăна. Мăшкăллатчĕ ĕнтĕ пирĕнтен пуп ачи, урăх ним каламалли те çук!..
Граммофон пластинки юрласа пĕтерсен, шалта темле арçынсем хыттăн калаçни илтĕнме пуçларĕ — такамсем пĕр-пĕринпе тарăхсах тавлашнă пек. Анчах сăмахĕсене уйăрса илме çукчĕ, вырăсла калаçнине çеç ăнлантăмăр. Унтан пĕри темле тăкăскă, сĕрмен урапа сасси пек сасăпа кăшкăрса юрласа ячĕ:
Плачет отец, плачет жена молодая,
Плачет вся Русь, как один человек…
— Ĕçкĕ тăваççĕ,— терĕ Хреçук.—Çапах та эрехне шыраса тупнă иккен пуп майри…
— Вĕсем тупĕç!— терĕм эпĕ, темшĕн хăрама пуçласа.— Атя, утар, эпир кунта тăнине асăрхасан, тем туса хурĕç…
Чăнах та, эпир пĕр аллă утăм пек тусанах, пуп килхушшинче умлă-хыçлă виç-тăватă хут пăшал сасси кĕрслетрĕ. Эпир ухмаха ернĕ пек пулса тăвалла ыткăн-тăмăр.
Кама пенĕ унта, мĕншĕн пенĕ — ăна эпир, паллах, пĕлме пултарайман. Тен, пуп ывăлĕ Венька хăнасем умĕнче хăйĕн çĕнĕ пăшалĕпе мухтаннă? Тен, вăрă-хурах пырса кĕресрен хăратмалла пенĕ? Чылай вăхăт иртсен тин пĕлчĕç ял çыннисем: çав каçхине пуп патĕнче Совет влаçĕнчен тарса çÿрекен офицерсем пулнăмĕн. Пĕри — матăшкăн шăллĕ, тепри — унăн юлташĕ. Ĕçсе супнă хыççăн вĕсем пăшалсемпе алхасма тытăннă. Пĕр эрне пурăннă вĕсем пуп патĕнче. Унтан сасартăк, сĕм-çĕрле, уесри чекистсем вĕсене иккĕшне те пырса тытнă та урапа çине çыхса пăрахсах илсе тухса кайнă. Вĕсем çинчен уесрисене хамăрăн Совет председателĕ Васили Петрович систернĕ пулмалла. Анчах та ку сăмах майĕн çеç-ха.
Ирхине вăрансанах эпĕ ним çинчен шухăшличчен малтан хула хĕрне аса илтĕм. Ытла та кăмăла кайнă пулмалла çав вăл мана. Унăн хăмăр куçлă таса сăнĕ куç умĕнчех тăнă. Эп ун сассине те илтнĕн туйăнчĕ.
«Вĕренме вăхăтне тупас пулать… Халь пурне те вĕренме хушаççĕ, никама та вĕрентмесĕр хăвармалла мар…»
Пĕр хушă эпĕ ним хускалмасăр, тарăн шухăша кайса выртрăм.
Вĕренесчĕ-çке манăн та! Çав хула хĕрĕ пек нумай пĕлекен пуласчĕ! Вĕренейĕп-ши? Ах, мĕн тери телейлĕ çын пулăттăм вара эпĕ!..
Манăн хула хĕрне мĕнпе те пулин ыр тăвас килсе кайрĕ. Анчах мĕнпе? Ана пама нимĕн те çук манăн. Эпир питĕ чухăн пурăнатпăр. Тата мĕнех илĕ ĕнтĕ вăл ялти чăваш хĕрĕнчен?
Аса килсех кайрĕ: пирĕн нÿхреп çинче икĕ катка тулли панулми пур! Асаттех лартса хăварнă сакăр улмуççи вăл çулхине чылай панулми тунăччĕ те, кĕре кĕрсен анне вĕсене пире пит перекетлĕн çитеретчĕ. Пĕчĕккĕн, сахăр вырăнне. Ирхи апат çикелесен, эпĕ сăхман тăхăнтăм та нÿхреп çине кĕрсе икĕ кĕсъе панулми тултартăм—чи хитрисене. Унтан тÿрех Матви арăмĕ» патне кайрăм.
Хула хĕрĕ икĕ чÿрече хушшинчи пĕчĕк тĕкĕр умĕнче çÿçне тураса тăратчĕ.
— Килех, Мари, ирт малалла,— терĕ вăл, мана курсан кăмăллăн йăл кулса илсе.— Сана Елькка аппа кирлĕччĕ пуль те ĕнтĕ, анчах вăл çук-ха, вăрмантан кăштах çапă касса килетĕп тесе тухса кайрĕ.
— Çук, эпĕ сан патна çеç,— хуравларăм ăна хирĕç.— Çакна тутанса пăх-ха… Кучченеç илсе килтĕм сан валли…— Çавăнтах сĕтел умне пырса кĕсъери панулмисем кăларса хутăм.
Учительница хăмач пек хĕрелсе кайрĕ.
— Спаççипă… Спаççипă, Мари! Мĕнле тав тăвас ĕнтĕ сана куншăн, тăванăм?— мана куçран пăхрĕ вăл.
— Мĕн тав тумалли пур унта, укçа парса илнĕ япала мар вĕт, хамăр килти çимĕç…—Темшĕн, ман хамăн та пит-куç кăвар пекех пĕçерсе кайрĕ.
— Аван хĕрача иккен эсĕ! Туслă пулăпăр санпа!— Хула хĕрĕ мана ыталаса илчĕ те икĕ хутчен çамкаран чуптурĕ. Унтан пĕр пысăк панулмине тытса, ăна мухта-мухта çиме тытăнчĕ. Пĕр панулмине вăйпах хама çитерчĕ. Çав хушăрах ман çинчен, пирĕн кил-йыш, эпир мĕнле пурăнни çинчен ыйтса пĕлме тытăнчĕ. Эпĕ ăна хамăн вĕренес килни çинчен каласа патăм.
— Вĕренетпĕр, Мари, епле пулсан та вĕренетпĕр, Ленин пире пурне те çине тăрсах вĕренме хушать, унсăрăн çĕнĕ пурнăç тума май çук, тусăм…—Çапла каласа, мана темиçе хутчен те çурăмран лăпкаса илчĕ. Тата хытăрах килĕшрĕ мана хула хĕрĕ Вероника, тата ытларах юратрăм эп ăна…
Эпир çавăн пек калаçса ларнă вăхăтра сасартăк Акăни, хайхи пуп патĕнче ĕçлесе пурăнакан хĕрача, пырса кĕчĕ. Вероника ăна та питĕ кăмăллăн кĕтсе илчĕ:
— А-а, Агуша, килех, килех! Ирт кунталла, акă, Мари кучченеçне çисе кур…
Акăни малала пĕр утăм та пусмарĕ, алăк патĕн-
чех ним чĕнмесĕр тăчĕ.
— Мĕн эсĕ, Агуша, темле хурлăхлă пек?— ыйтрĕ Вероника.— Тем пулман пулĕ-çке? Ма нимĕн те чĕнместĕн?
— Эп хам ята хураттарма килтĕм…—терĕ Акăни, пĕр хушă именнĕ пек пулса тăнă хыççăн.
— Хураттарма?— тĕлĕнсе ыйтрĕ учительница.— Мĕнле… хураттарма? Мĕншĕн?
— Ара, эсир мана ĕнер вĕренме çыртăр-çке…
— Çапла, çыртăмăр. Мĕн-ха вара уншăн? Вĕренес килместним вара санăн? Акă, сан тантăшусем вĕренесшĕн çунаççĕ,— пуçĕпе ман еннелле сулса илчĕ учительница.
— Вĕсем апла пулĕ те… Мана матăшкă хушмасть. Ĕнерех каларăм-иç, мана ямаççĕ тесе…
— Мĕншĕн вĕрентесшĕн мар-ха вăл сана?— Учительница палăрмаллах пăлханма пуçларĕ, çиме тытăннă панулмие те аяккалла хучĕ.— Мĕн терĕ вăл сана?
— Эп хама вĕренме çырни çинчен каласанах кăшкăрса тăкрĕ: «Ямастăп, юрамасть, çылăх пулать, çылăха кĕретĕн, турра çиллентеретĕн, тамăка лекетĕн»,— терĕ…
— Мĕнле çылăх, мĕншĕн çылăх? Мĕншĕн ямастăп тет?
— Хальхи кĕнекесем те, хут таврашĕ те — йăлтах çылăхлăскерсем, вĕсем çине шуйттан паллине лартнă, тет, вĕсене алла тытма та юрамасть, мĕншĕн тесен вĕсене пурне те комунсем вĕлернĕ айăпсăр çынсен тирĕнчен тăваççĕ, тет…
Учительница кăвакарса кайрĕ, унăн аллисем чĕтреме тытăнчĕç.
— Çаплах калать-и?—ыйтрĕ унтан.
Иййя çав…
Намăса çухатнă çын эппин вăл! Путсĕр çын!— сĕтел çине чышсах илчĕ Вероника. — Унăн хăйĕн ывăлĕ хулара вĕренет тетĕр мар-и? Вăл мĕнле кĕнекесемпе вĕренет-ши вара? Мĕнле хут çине çырать?
Самана улшăниччен ăна та вĕренме пăрахтаракан тет…
Мĕнле самана улшăниччен?
Пĕлместĕп…
Учительница хаш! сывласа ячĕ те пĕр хушă чĕнме-сĕр ларчĕ. Унтан çав тери тарăхса калаçма пуçларĕ:
Тăшман сасси ку, тăшман ĕмĕчĕ! Кĕтсех пурăнаççĕ пире пĕтерессе. Анчах кăлăхах ĕмĕтленеççĕ ун çинчен. Самана тек нихçан та улшăнас çук, Совет вла-çĕ ĕмĕрлĕхех юлать. Никам та çĕнеймест ăна. Ăнланатăр-и çавна, хĕрачасем? Пирĕн çĕршывра пуян таврăннисем, мул хуçисем, помещиксем, пупсем тек нихçан та çиеле тухаймаççĕ! Ĕмĕр-ĕмĕр рабочисемпе хресченсем пуçпулаççĕ!
Çапах та эс ман ята чĕрсе хур,— терĕ Акăни хуллен. Атту матăшкă мана хăваласа кăларса яма та пултарать. Анчах халĕ манăн ниçта каймалли те çук… Выçă вилетĕп эпĕ…
— Юрĕ. Çапах та эп хам калаçса пăхатăп-ха сан матăшкупа,— терĕ Вероника.
— Уй, ан пырах, ан пырах!— ик аллипе харăс сулчĕ Акăни.— Усси пулмасть. Çилленсен, питĕ усал вăл. Ахалех кÿрентерсе пĕтерĕ сана. Маншăн ят илтме те кирлĕ мар…
Акăни тухса кайрĕ. Учительница вăрахчен шухăша кайса ларчĕ. Питĕ пăлханчĕ пулмалла. Унтан ман çине пăхрĕ те йăл кулса илчĕ.
— Пуçсене уçар мар-ха, Мари, çапла-и?—терĕ.— Чăрмавсем нумай пулĕç, анчах хăраса тăмăпăр, çапла-и?
Эп ним те калаймарăм, хам унпа пĕр шухăшлă пулнине палăртса хуллен кулса илтĕм çеç…
…Икĕ кунтан, ялти хут пĕлмен çынсене килтен киле чĕнсе çÿресе, шкула пухрĕç. Паллах, чĕннисенчен ытла пурте пымарĕç, çапах та халăх нумай пуçтарăнчĕ. Арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те чылайччĕ. Пуринчен ытларах — салтак арăмĕсем. Эпир Хреçукпа иксĕмĕр те пултăмăр унта. Пирĕн пек хĕрачасем татах та пурччĕ. Акăни пымарĕ, пуп майри ăна хытă пăркăчласа лартнă пулмалла. Çынсем пухăнса çитиччен малтарахран пынисем чылай шавларĕç, шÿт туса ахăлтатакансем те самаях пулчĕç. Çивĕч чĕлхеллĕ çынсем пур çĕрте те çителĕклĕ вĕт.
— Вĕренетпĕр те, пĕтĕм ялĕпех писсăр пулатпăр акă!
— Э, писсăр пулни мĕн вăл, кăмиссар пулатпăр! Ку чухне кăмиссарсем хисепре вĕт, патшалăха вĕсем тытса тăраççĕ!
— Анчах, пурте çырма вĕренсен, хутне ăçтан тупса çитерĕпĕр? Хут çук вĕт халĕ…
— Хут вырăнне хуп çине çырма юрамасть-им? Вăрманта хурама нумай. Сÿ те çыр, сÿ те çыр…
— Кирлех пулсан, килти кăмака çине те çырăн-ха. Кăмрăк тыт та, тĕрле те тĕрле!
Пухăва Совет председателĕ Васили Петрович пуçларĕ. Халăха шавлама чарчĕ те тÿрех ăнлантарма тытăнчĕ :
— Паян эпир питĕ пысăк ĕç пуçлатпăр, тăвансем. Хура халăх патша вăхăтĕнче ĕмĕр-ĕмĕр тĕттĕмре пурăннă, ăна никам та вĕрентме тăрăшман, анчах халĕ Совет влаçĕ пурне те çутта кăларма ĕмĕтленет…
Чылай каларĕ вăл. Ăна питĕ тимлĕн итлерĕç. Юлашкинчен вăл пурне те пăхса çаврăнчĕ те:
— Ну, тăванăмсем, сирĕн шухăш-кăмăл мĕнле? Вĕренетпĕр-и?—тесе ыйтрĕ.— Ай ĕлĕкхи майлах, тĕп-сакайĕнчи пек пурăнăпăр-и?
Малтанах никам та чĕнмерĕ, кăшт тăхтасан вара унтан та кунтан хăюсăртараххăн каланисем илтĕнчĕç:
— Вĕренес ара…
— Хăтланса пăхăр; тен, чăнах та усси пулĕ.
— Ытти ялсенче вĕренеççĕ, пирĕн ма кая юлас…
Васили Петрович аллинчи кăранташĕпе сĕтеле шаккаса илчĕ.
— Тен, кам та пулин тухса калас тет?
— Эп калам-ха!—илтĕнчĕ хулăнрах сасă. Пурте ун еннелле çаврăнса пăхрĕç. Улай Хветыки иккен, ĕлĕк мытарник пулнă, таçта та çитсе курнă вĕçкĕн çын. Шутсăр лăпăрти этем, пур пухусенче те хăйне майлă çаптараканскер. Ял-йышсем юратмастчĕç ăна.
— Кала, Хветĕр, кала,— терĕ Васили Петрович. — Итлетпĕр сана, анчах сăмахăн виçине пĕл…
Ман виçи кĕске, комиссара тухман-ха,— тÿрех хирĕç тавăрса хучĕ Улай. Унтан сĕтел умнех тухса тăчĕ.— Эп çапла шутлатăп, хура халăх,— терĕ вăл, аллинчи çĕлĕкне лутăркаса,— кирлĕ мар япала çинчен таклат турĕ кунта пирĕн ял пуçлăхĕ. Ача вăййи ку! Хулари канцелярсенче ĕçсĕр аптраса ларакансем шухăшласа кăларнă çеç куна. Эккей, тупнă япала! Ваттисене вĕрентмелле! Ял кулли вĕт ку! Мĕн тума кирлĕ вăл? Çамрăксем вĕренччĕр-ха, эп ăна хирĕç мар, анчах та, сăмахран каласан, ман Алтаттие пуккăсем паллани мĕн усă парать?! Паранкă пĕçерме, кĕпе-йĕм çума, кирлĕ чух ханша юхтарма вăл ахаль те пит лайăх пĕлет!..
Халăх сĕр-сĕр-р сĕрлесе кайрĕ. Хăшĕсем кулса ячĕç. Улай Хветьки, хавасланса, малалла каларĕ:
— Эсир сисмесĕр пулмалла та, анчах эпĕ чухлатăп-ха, ытла ухмахах мар, ăна-кăна куркаланă çын…
— Эс ăслă çав пирĕн, ялта пĕртен пĕрре…— тĕртсе илчĕ тахăшĕ.— Санăн ăсупа çеç пурăнатпăр…
— Çавăнпах хуньстариккун кил-çуртне ĕçсе ятăн…— хушса хучĕ тепри.— Çур çула та çитмерĕ!
— Это дело не касается!— татса хучĕ Улай.— Эсир урăххине ăнланмастăр. Пĕлетĕр-и, мĕншĕн пуçлаççĕ çак ĕçе хулари кăмиссар таврашĕсем? Пĕлместĕр?
— Мĕншĕн? Пĕлетĕн пулсан — кала!— хыттăн каларĕ Совет председателĕ, Улай халех пĕр-пĕр ирсĕр сăмах каласса сиссе.
— Вĕсем çакăн пек шкулсенче çынсен пуçĕсене хăйсем майлă çавăрса, кайран пурне те комуна хуса кĕртесшĕн! Турра мантарăсшăн, намăса çухаттарас-шăн, пурне те пĕр шăналăк айĕнче ыталанса выртакан тăвасшăн! Ак мĕнле сатаччă вĕсен! Точнă пĕлетĕп!
— Кам лапăртатса пачĕ сана кун çинчен?— хаяррăн ыйтрĕ председатель.— Мĕнле сатана каларĕ?
— Хуть те кам пултăр, çавах мар-и?
— Çапах та, ăçтан илтрĕн çакăн пек ухмахла сăмаха? Е ху шухăшласа кăларатăн-и?—сассине хытарсах тепĕр хут ыйтрĕ Василь Петрович. Унăн сулахай питçăмарти туртăна-туртăна илчĕ.
— Виçĕмкун пасара кайсан, хулари пĕр вырăс каларĕ, вĕреннĕ çын.
— Контра пулнă вăл çын! Ун пеккисене эпир тÿрех к стенке тăрататпăр!— кăшкăрчĕ Васили Петрович.— Пирĕн çинчен элек саракансене никама та каçармастпăр!— Хăй сисмесĕрех Васили Петрович аллине хăйĕн пиçиххийĕ çумĕнчи кабур çине хучĕ.
— Пурне те к стенке тăратса пĕтерейместĕр-ха,— ал сулчĕ те ăна хиреç Улай, малалла каларĕ: — Эп çапла шутлатăп, хура халăх: никакой ликвитаци не-крамотность та йышăнмалла мар, пире не нушнă вăл, ак ку йĕпе аркăллă хула майрине халех ялтан тапса кăларса ямалла, штопă каялла килмелли çулне те мантăр!..
Улай лайăххăн каласа та пĕтереймерĕ, хыçалти парта хушшинчен Матви арăмĕ Елькка кăшкăрса сиксе тăчĕ:
— Тĕрĕс мар калаçатăн, Хветька! Сана не нушнă пулсан та, пире нушнă ку! Хăвăн Алтаттине эсĕ кăма-каранах кăкарса усрама та пултартăн, анчах пире чараймастăн, эпир пурĕпĕр вĕренетпĕр!
— Кăмиссар пулас килсе кайрĕ-и-мĕн?—кăшкăрчĕ ăна хирĕç Улай.
— Кăмиссар мар, хăть те турă амăшĕ пулам, сан ĕç çук унта, эсремет хăраххи!—парăнмарĕ Елькка.— Ку майра пирки те ан палка, ăна тапса кăларса яриччен малтан эпир сана хăвна ялтан хуса яма пултаратпăр! Ăнлантăн-и?
— Ах, хăратса пăрахрăн! Вĕлерсех ятăн!
— Ан кулян, кирлех пулсан хăратăпăр-ха сан пек лапра çăварсене, çăварлăхлама та пултаратпăр, ĕлĕкхи мар халь!
Васили Петрович сĕтеле чышкипе шаккасах кăшкăрчĕ :
— Шăпланăр! Ĕç çинчен калаçас пулать!
— Эп мĕн çинчен калаçатăп тата? Хветька йышшисене итлемелле мар, вĕренмелле, тетĕп-иç!—хуравларĕ Елькка.
— Эпĕ те çавнах калатăп,—терĕ Васили Петрович.— Конешнă делă, Хветĕр лăпăртатнине хăлхана чикместпĕр эпир, хамăрăн Совет влаçĕ вĕрентнĕ пек тăватпăр. Хут пĕлменнисене вĕрентес пирки Ленин алă пусса саккун кăларнă. Епле-ха вара эпир Ленин хушнине тумастпăр пулать?! Хирĕç пыракансене лайăх кăна тыткалама та пултаратпăр!.. Атя, учительница юлташ, вуласа пар камăн-камăн вĕренмеллине. Штопă пурте пĕлччĕр! Тата вĕренме ваккурат çÿреччĕр. Веç хам тĕрĕслесе тăратăп, военнăй тисциплинă йĕркипе пултăр. Ĕçе тăвас-тăк, тăвас пулать ăна, усси куçа курăнса тăтăр! Çапла-и, тăвансем?
— Çапла ара, çапла, тĕрĕс калатăн!— кăшкăрчĕç темиçен харăс.
Çакăн хыççăн Вероника эпир пĕрле тунă вăрăм списока вуласа пачĕ. Пурĕ çĕр çирĕм çынна вĕрентмелле пулнă. Вĕсене тăватă ушкăна уйăрнă — кашнинче вăтăршар çын. Шкула вĕсен каçхине, эрнере икĕ хут, ылмашăнса çÿремелле.
— Пĕрремĕшпе иккĕмĕш ушкăнсем ыран каç ултă сехетре вĕренме пуçлаççĕ,— тесе пĕлтерчĕ Вероника.— Тархасшăн, кая юлмасăр пухăнма тăрăшăр…
4
Çапла эпир çĕнĕрен шкул ачисем пулса тăтăмăр.
Тепĕр каçхине шкула пирĕн пек çамрăккисем çеç мар, ватăраххисем те йышлăн пухăнчĕç. Çурри ытла— хĕрарăмсем. Хăшĕсем кăкăр ĕмекен ачисене йăтсах пынăччĕ.
Вероника пире саспаллисем кăтартма пуçларĕ…
Халĕ, çакăн хыççăн нумай-нумай çулсем иртсен, эпĕ çаксене аса илсе тĕлĕнсех каятăп: питĕ тăрăшса вĕренчĕç çынсем! Пурте шăкăриех пухăнса ларатчĕç. Килте пĕр-пĕр васкавлă, ырана хăварма май килмен ĕç сиксе тухсан çеç пырайман хăшĕсем. Урамсенче тата çав тери шăп ларатчĕç — шăна вĕçсе иртни илтĕнмелле. Учительницăн кашни сăмахне ĕçес килнипе аптранă çын шыв ĕçнĕ пек çăтатчĕç. Çав тери вĕренес килнĕ ĕнтĕ çынсен, урăх ним каламалли те çук!
Пĕр виç-тăватă каç вĕренсен, питĕ тĕлĕнмелле те кулăшла япала пулса иртрĕ. Хĕрсех урюк пынă вăхăтра класс алăкĕ варт! уçăлчĕ те, пÿлĕме… хайхи лик-беза хирĕç шутсăр хытă кастарнă Улай Хветькин арăмĕ кĕчĕ тăчĕ. Арçын çĕлĕкĕпе, вăрăм кĕрĕкпе, уринче салтаксен мăн пушмакĕ. Питĕ васкаса килнĕ пулмалла—хашкать…
— Ман килес!— терĕ вăл хăйĕн арçынла хулăн сассипе. Хăй те вăл арçынларах хĕрарăмччĕ çав. Çÿллĕ, сарлака хулпуççиллĕ, шултра шăллă, аллисем вăрăм, чĕркуççи таранах усăнса тăраççĕ.
— Килех, кил,— терĕ Вероника, ун çине питĕ тĕ-лĕннĕн пăхса.
Улай арăмĕ ун патнелле лап, лап, лап! утса пычĕ те:
— Эсĕ-и-ха çав ваттисене вĕрентме килнĕ учильница?—тесе ыйтрĕ.
— Эпĕ… Мĕн каласшăнччĕ?
— Мĕн каламалли пултăр? Вĕренме килтĕм! Тавай, çынсемпе пĕрле мана та вĕрент! Пĕтĕм сăмахăм та çавă çеç манăн.
— Тархасшăн, ара, эпир пурне те хапăл тусах йышăнатпăр,— терĕ Вероника.— Халех сан ятна списока çырса хурăпăр. Яту-хушамату мĕнле-ха санăн?
— Э, мĕн ячĕ-хушамачĕ пултăр пирĕн!—ал сулчĕ Улай арăмĕ.— Хветька арăмĕ тесе çыр та, пурте пĕлеççĕ.
— Çапах та, санăн хăвăн яту пур-çке-ха?
— Ну, Алтатти тесе çыр эппин, çавах марки?
— Евдоки Улаева пулать вăл,—сас пачĕ тахăш арçынĕ.
— Пит аван, çавăн пек çырăпăр эпир те,— терĕ Вероника.— Халь ĕнтĕ ав çавăнта кайса лар…
Алтатти тăваттăмĕш ретри парта хушшине кайса кĕпсĕрт! ларчĕ те никам ним ыйтман çĕртенех пурте илтĕнмелле каласа кăтартма тытăнчĕ:
— Хветькине тăн парса хăвартăм-ха, шуйттана! Татах таçтан кÿлсе пычĕ, эсрелĕ. Кашни кун, кашни кун ĕçет. Кил çинчен шухăш та çук, отне хыпмалли шыраса çÿрет. Пĕр купа ача туса пачĕ те хăй, манах вăрçать, сысна ами пек çуратса тултартăн, анчах пĕр ывăл та тумарăн, ку хĕр кĕтĕвĕпе выçса вилес пулать, тет. Халь çĕн саккунпа хĕрсене çĕр памалла тунине те шута илмест. Йăлт тарăхтарса |çитерчĕ. Тÿсеймерĕм паян, урайне тăсса пăрахсах кисрĕм. Тата тепре çавăн пек çăвар уçсанах мăйна каялла пăрса хуратăп, терĕм. Эп те çынах, неччу мана тарăхтарса пурăнма, çынсем хут вĕренеççĕ, эс мана килти йытă вырăнне усратăн, терĕм. Алăка тул енчен шăнкăр-шанкăр питĕрсе илтĕм те — ним çине пăхмасăрах тухса утрăм…
— Киле таврăнсан лекмест-и-ха сана уншăн?— тăрăхларах ыйтрĕ тахăшĕ.— Тытса хĕнет вĕт?
— Кама, мана-и?— сасă еннелле çаврăнса ларчĕ Алтатти.— Эпĕ-и вăл хĕнеттерекенни? Чăнах, çамрăк чухне çапкалатчĕ, ăна тунмастăп, анчах халĕ пĕр вунă çул хушши ĕнтĕ хам тÿсе пурăнатăп ăна. Таккой-ски паратăп, качака пек çухăрать тепĕр чух: «Ан вĕле-ер, ан вĕле-ер, ачасем тăлăха юлаççĕ-ĕ!..»— тет.
Пурте ахăлтатса кулса ячĕç.
— Апла эс ăна хăвăнпа юнашар та вырттармастăн пуль?— кăшкăрчĕ тахăшĕ.— Кăмака хыçĕнчех усратăн-и, тен?
— Мĕн усси ăна юнашар вырттарнинчен?—парăнмарĕ Алтатти.— Арçын мар вĕт вăл, шăршлă карланкă çеç!
Çынсем тата хытăрах ахăрса илчĕç.
Халăхпа пĕрле учительница та кулчĕ, анчах самантранах шăпланма ыйтрĕ. Пурте каллех, чĕлхисене çырта-çырта, учительница вĕрентнĕ саопаллисене çырма тытăнчĕç…
…Пирĕн вĕренÿ чиперех пулса пычĕ. Уйăх-уйăх çурă иртсен, унччен пĕр саспалли те палламан хĕрарăмсем те доска умне тухса «Аннăна ана пар», «Эпир чура мар» йышши пуплевсене çыра пуçларĕç. Шутлама та хăнăхса пычĕç. Саспаллисем те, цифрăсем те урлă-пирлĕ, чалăш-чĕлĕш пулатчĕç ĕнтĕ, анчах ăçтан-ха тÿрех хитре çырăнтар? Ана валли вăхăт та, хăнăхни те кирлĕ.
Нимрен те пахи, пуринчен те хакли — ун чухне халăх вĕренме тăрăшни пулнă. Уроксене сĕтĕрекенсем çукпа пĕрĕхнĕ вĕт. Улай Хветькин арăмĕ Алтатти те тĕп-тĕрĕс çÿрерĕ, уйрăм саопаллисене пухса сăмахсем тăвакан пулчĕ. Урокра кам та пулин шавлас пулсан, ăна никамран малтан çав Алтатти кăшкăрса тăкатчĕ: ан кансĕрле, шăпăрт лар!
Анчах, тĕрĕссипе каласан, çынсем вĕренĕве çакăн пек юратасси пуринчен ытларах пирĕн учительница — хула хĕрĕ Вероника тăрăшнинчен килнĕ. Пуринпе те кăмăллăччĕ вăл, кашниннех калаçма пĕлетчĕ, начартарах çыракансем е вулакансем çумне ларса хăй пулăшса пыратчĕ. Пуриншĕн те вăл чи çывăх çын пек пулчĕ, пурте ăна юратрĕç, «Верук», «пирĕн Верук», тетчĕç. Çынсем класра ларса йăлăха пуçласан, юлашки урокра час-часах кĕнекесем вуласа паратчĕ. Ку вара пуриншĕн те чăн-чăн савăнăç пулатчĕ. Астăватăп, чăн малтан вăл пире «Нарспи» вуласа пачĕ… Виçĕ каç вуларĕ. Çынсем, пуринчен ытла хĕрарăмсем, кăвар çинче
ларнă пек ларчĕç вĕт! Итленĕ май ассăн сывла-сывла илчĕç, ахлатрĕç, нумайăшĕ вĕри куççулĕпех макăрчĕç, Нарспипе Сетнере хĕрхенчĕç, Нарспин кĕске ăслă ашшĕ-амăшне тиркесе вăрçрĕç, Тăхтамана ылханчĕç… Ун хыççăн вуланă «Арçури» те итлекенсене питĕ килĕшрĕ. Питĕ тĕлĕнетчĕç çынсем: мĕнле çав териех лайăх майлаштарса çырма пĕлнĕ-ши? Çавăнтах ответле те тупатчĕç: пурах çав çĕр çинче ăслă пуçлă çынсем!..
Хăвăрах пĕлетĕр, ун чухне чăвашла кĕнекесем пит сахал пулнă-ха. Вероника çавăн пек виç-тăват кĕнеке вуласа пачĕ те, урăх вуламалли те пулмарĕ. Вара вăл пире кашнинчех хаçат вуласа пама тытăнчĕ. Яла пĕртен-пĕр «Канаш» хаçат пыратчĕ, тĕксĕм сар хут çинче тухаканскер. Ана пирĕн ватă учительница Евдокия За-харовна çырăнса илетчĕ. Эрнере пĕр-икĕ хут пыратчĕ вăл хаçат. Вероника çавна вуласа паратчĕ. Ана та çăвара шыв сыпнă пек ларса итлеттĕмĕр эпир. Тĕнчере, хамăр çĕршывра мĕн пулса иртни çинчен пĕлеттĕмĕр…
Пуринчен ытларах çĕршыври вăрçă мĕнле пыни çинчен пĕлес килетчĕ ун чухне çынсен. Хăрушă вăхăт пулнă-çке-ха. Питĕ йывăр вăхăт. Çамрăк Совет республикине тăшмансем пур енчен те вут-çулăмлă ункăпа çавăрса илнĕ. Кăнтăр енчен Мускав çинелле Денижин генерал хĕссе пынă, Инçетри Çĕпĕрте çапса аркатса çитереймен Колчак бандисем ашкăннă, Архангельскпа Мурманскра халĕ те-ха Англи десанчĕсем тăнă, Влади-востокра японецсемпе американецсем хуçаланнă. Хĕрлĕ Петроград умне те калама çук пысăк хăрушлăх тухса тăнă — ют çĕршывсем хĕçпăшаллантарнă Юде-нич генералăн çарĕсем никам чарма пултарас çук хăватлă хум пек куçса килнĕ, унăн утлă разъезчĕсем хула хĕрринех пыра-пыра кайнă… Кунсăр пуçне тата, шалти тăшмансем пуçĕсене çĕклесех тăнă, республикă-на çурăмĕнчен чикме çĕçĕсем хăйранă, унта та кунта кулаксемпе эсерсем хĕтĕртнипе пăлхавсем тапранса кайнă…
Тĕрлĕрен хыпар çÿретчĕ халăх хушшинче — пĕринчен тепри хăрушăрах! Ахальтен мар çав пуп ывăлĕ Венька: «Пурне те тăрнасем лек вĕлерсе пĕтереççĕ те, вăрçă чарăнать»,—терĕ. Кĕтсех тăнă çав пупсемпе пуян таврашĕсем Совет влаçне пĕтерсе хурасса. Çавна шаннă, çавăн çинчен ĕмĕтленнĕ вĕсем. Анчах ĕççынни-сене, чухăнсене хăрататчĕ ку. Мĕн тăвас пулать-ха,
ĕлĕкхи пурнăç таврăнса килсен? Каллех пуянсен пусмăрне лехмелле-и? Каллех хĕн-хур, асап, мăшкăл тÿссе пурăнмалла-и? Çук, ун пек пулма памалла мар!.. Тăшмансене çапса аркатмалла, хамăрăн ирĕклĕхе çăлса хăвармалла, Совет влаçне кунран-кун çирĕплетсе, вăйлатса пымалла. Çавăншăн нумай çамрăксем, пуринчен малтан комсомолецсем, Хĕрлĕ Çара хăйсен ирĕкĕпе каятчĕç. Коммунистсем çинчен каламастăп та ĕнтĕ, вĕсем ушкăн хыççăн ушкăн фронта тухса кайнă, хăйсемпе пĕрле ыттисене те чĕннĕ… Вĕсенчен нумайăшĕ каялла таврăнаймарĕç, вĕсен çулăмлă чĕрисем хаяр çапăçу хирĕсенче тапма чарăнчĕç, анчах çамрăк республикăна çăлса хăварчĕç вĕсем. Çав паттăрсене пирĕн халăх нихçан та, ĕмĕрне те манас çук çав!..
Вероника хаçатсем вуласа панă чух эпир çав тери пăлханаттăмăр. Шуррисем пирĕн пĕр-пĕр хулана илни çинчен калани хурлантаратчĕ. Хĕрлĕ Çар ăçта та пулин çĕнтерни калама çук хĕпĕртеттеретчĕ пире…
— Пурпĕрех пирĕннисем çĕнтереççĕ, халĕ Хĕрлĕ Çар кунран-кун вăйланса пырать,— тесе хавхалантаратчĕ Вероника.— Астăвăр-ха акă, Колчака Атăл хĕрринчен пуçласа ăçта çити хăваласа ячĕç, халь те хăвалаççĕ! Ытти генералсен шăпи те çавăн пекех пулать! Хуса ярать, кăларса ывăтать вĕсене Хĕрлĕ Çар пирĕн çĕр çинчен!..
Эпир ăна чунтанах ĕненеттĕмĕр…
5
Пĕр икĕ уйăх хушши Вероника Матви арăмĕ патĕнчех пурăнчĕ. Кансĕрччĕ унта — пÿрчĕ пĕчĕккĕ, икĕ ача, тата хĕлле ялта путекĕ-пăрушĕ, сысна çурисем те кил-йышпа пĕрлех вĕт. Пĕччен пулсан та, Елькка выльăх-чĕрлĕх самаях усратчĕ, ĕни те пурччĕ унăн, сурăхĕсем те, сысни те. Выльăх усрамасан, ачасене мĕн çитерсе ÿстерем эпĕ, тетчĕ вăл. Апатне хатĕрлеме ăна хăйĕн ватă ашшĕпе амăшĕ пулăшатчĕç, çăвĕпех унтан-кунтан курăк йăтатчĕç.
Учительница пурнăçĕ кунта ырах маррине Совет председателĕ Васили Петрович та тавçăрса илнĕ пулмалла. Вăл ăнланакан çынччĕ пирĕн, лайăх çынччĕ. Çамрăк ĕмĕрне пуянсем патĕнче тарçăра пурăнса ирттернĕ, унтан хăй пекех тăлăх хĕре качча илнĕ, çуллахи вăхăтра Атăл çине кайса грузчикре ĕçленĕ, Германи вăрçи пуçлансанах фронта тухса кайнă, анчах хăй вăрçăра чухне пĕртен-пĕр ачи те, унтан арăмĕ те чирлесе вилнĕ, вара вăл пуш пÿрте пырса кĕнĕ… Нумай та пурăнман, хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайнă, çур çултан хăрах урасăр таврăннă. Пĕр хушă комбедра ĕçленĕ, унтан, комбедсене советсемпе пĕрлештерсен, ăна Совет председателĕ тунă. Питĕ хастарлă çын, пĕтĕм чунчĕрипе халăха парăннă коммунист пулнă вăл. Ытла вăйлах мар пулсан та, хутла пĕлетчĕ, анчах хăш вăхăтра вĕренме ĕлкĕрнĕ — ăна калама пултараймастăп. Хăй тĕллĕнех вĕренкеленĕ пулмалла.
Пĕр каçхине эпир Елькка патĕнче лармара пултăмăр. Эпир виççĕн,—Елькка хăй, эпĕ, Хреçук—кĕнчеле арларăмăр, Вероника ачасен тетрачĕсене тÿрлетсе ларчĕ (кăнтăрла вăл Евдокия Захаровнăпа пĕрле шкул ачисене те вĕрентетчĕ). Çавăнта Васили Петрович йывăç урипе кĕмсĕртеттерсе пырса кĕчĕ. Сывлăх сунчĕ пире, чикарккă чĕркесе чĕртсе ячĕ.
— Эп сана, Веркка, хăвна уйрăм хваттер пама шут тытрăм,— терĕ вăл, кăшт ларсан.— Килĕшетĕн-и?
— Юратчĕ те-ха вăл… Аçта пур вара ун пек хваттер?— тăруках хĕрелсе кайса ыйтрĕ учительница.
— Пур. Шырасан тупăнать,— терĕ председатель.
— Эс тĕрĕссине кала, сутмалли юмах ярса ан лар,— калаçăва хутшăнчĕ Елькка.
— Леш енчи Какăлькка пÿрчĕ пуш-пушах янраса ларать. Хăй вилчĕ кăçал, ывăлĕ вăрçăра, кинĕ ачи-пăчине пухса Уйкасри ашшĕсем патне куçса кайрĕ, упăшки вăрçăран таврăнмасăр килмест ĕнтĕ вăл… Алăкне çапса лартнă хăмисене уйăрсах кĕрсе пăхрăмăр паян. Чипер пÿртех, çуса тасатмалла çеç. Пĕр-икĕ кантăкĕ çĕмрĕлнĕ те— вăл нимех те мар, лартатпăр ăна, хутма вуттине те тупса паратпăр… Хирĕç пулмастăн пуль?
— Мĕншĕн хирĕç пулас? Тавтапуç, Васили Петрович!— терĕ Вероника.— Ун пек уйрăм çурт пирки эпĕ санпа хам та калаçса пăхасшăнччĕ-ха…
— Ма калаçмарăн тата?
— Май килмерĕ. Тата хамăн пуçри шухăша шухăшласа çитерейменччĕ. Малтан ун пирки манăн хулана кайса аннепе калаçса пăхмаллаччĕ. Халь сăмахне ху пуçларăн та, каласа паратăп ĕнтĕ…
— Кала, кала тавай, епле пулсан та эпĕ ялти Сонет влаçĕ, манран ним те пытарма кирлĕ мар.
— Маннисем ликбеза çÿренĕ чух пăхатăп та, чылайăшĕн куçĕсем ыратнине куратăп. Шкул ачисен те нумайăшĕн куçĕсем хĕп-хĕрлĕ, пÿрленсе тăраççĕ, куççулĕ юхать. Трахом ĕнтĕ вăл, урăх ним те мар. Анчах вăл чиртен сывалма пулать вĕт! Çине тăрса эмелле-мелле те тасарах пурăнма тăрăшмалла çеç…
— Ана валли тухтăр кирлĕ-çке, тухтăрсăр мĕн тăваятăн?— терĕ Елькка.— Эмелĕ те кирлĕ…
— Йĕркине пĕлсен, тухтăрĕ кашнй кунах кирлĕ мар,— ал сулчĕ Вероника.—Эмеллесе» темех мар, анне ĕçленĕ çĕре çÿресе куркаланă эпĕ. Хамăрах пултаратпăр!
— Так, так…— ун çине тинкерсе пăхрĕ председатель.— Вара мĕн шутлатăн-ха эсĕ?
— Хулари больницăран пĕр-икĕ фельдшер е сестра чĕнсе пурин куçĕсене те тĕрĕслес те чирлисене шута илсе эмеллеме тытăнас… Ана валли чăнах та уйрăм çурт кирлĕ пулать.
— Питĕ ăслă шухăш тытнă эсĕ, хĕрĕм, мухтатăп куншăн,— ассăн сывласа ячĕ Васили Петрович.— Ун çинчен эпĕ хам та пĕрре кăна мар шухăшласа пăхнă та, нимĕнех те тăваймарăм-ха. Атя эппин, тытăнар! Иксĕмĕр хулана каяр та калаçса татăлăпăр унта. Килсе пăхчăр! Унччен леш Какăлькка пÿртне йĕркене кĕртетпĕр. Больницăри пекех таса пултăр. Пĕтĕм вăя хуратăп! Сыватас пулать çынсене. Суккăр куçпа çĕнĕ пурнăç пулмасть пирĕн…
—’ Шухăшĕ аван та-ха ку, эсир каланă пекех туса çитерме пулĕ-ши? Эмелленме килĕшменнисем те тупăнĕç… — иккĕленнĕ Елькка. — Тĕттĕм халăх вĕт эпир…
— Вăйпа эмеллетĕр!— пĕççисене шарт! çапрĕ председатель.—Военнăй тисциплинăпа. Ухмахсене тепĕр чух хытăрах тыткалани те кирлĕ!
— Ăнлантарас пулать çынсене, терĕ Вероника.— Неушлĕ вара вĕсен сывă куç-пуçлă пулас килмест пулĕ?
— Пирĕн çынсене ăнлантармалли нумай-ха, хĕрĕм,— каллех чикарккă чĕртсе ячĕ Васили Петрович.— Леш эрнере пирĕн вулăсри партейнăй пуху пулчĕ. Унта нумай сăмах овакларĕç. Укомран килни
хытă каларĕ. Халăх культурине хăпартмалла, тет, Токлатсем ытларах туса пама хушаççĕ…
— Мĕнле докладсем?
— Тĕрлĕрен. Çĕр çинче пурнăç мĕнле пуçланса кайнă? Этем мĕнрен пулнă? Турă пур-и, çук-и? Хĕвел, уйăх тата ытти çăлтăрсем çинчен. Ну, пуринчен ытларах Совет влаçĕ çинчен каласа памалла. Коммунизм çинчен ăнлантармалла. Нумай унта. Програм парса ячĕç. Анчах пурин пирки те лайăх пĕлекен ăслă çынсем ăçтан тупмалла пирĕн? Хам эпĕ профессăрах тухайман-ха…
— Вăй çитнĕ таран хамăрăннах тăрăшас пулать ĕнтĕ,— терĕ Вероника.— Тен, хуларан та килĕç.
— Тата спектакльсем лартма хушаççĕ. Кашни ялтах хăйсен тиатрĕ пулмалла, теççĕ. Хусанта чăвашсен тиатрĕ уçăлнă, тет. Унтах тиатр кăтартмалли чăвашла кĕнекесем çыраççĕ иккен. Пессă теççĕ-и-ха çавсене? Тĕрĕс калатăп-и?
— Пьеса. Вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Драма, комеди, Хăшĕ мăкăртату хăшĕ пултарать.
— Хулана кайсан, шыраса пăх-ха эс ун пек кĕнекесене. Тĕлĕнтересчĕ пĕрре хамăр ялсене.
— Ун çинчен эпĕ хам та шухăшлатăп-ха, Васили Петрович. Вĕреннĕ чух сцена çинче вылякаланă. Спектакльсене мĕнле майлаштарса лартмаллине чухлатăп,
— Чухлас пулать çав. Тем те тăвас пулать. Ман хамăн вăхăт çитмест, ытти ĕçсем нумай. Продразверстка тулмасть авă. Хĕрлĕ Çар валли татах пилĕк лаша тупса ямалла. Камăнне илес? Çыннисем манах çилленеççĕ, эп вĕсен лашисене хам валли илнĕ пек. Йывăр пире…
— Мĕн тăвас тетĕн, тÿсес пулать ĕнтĕ,— ассăн сывласа ячĕ Елькка.— Эп те ав упăшкасăр тăрса юлтăм та, çавах вилес теместĕп-ха, ачасене çитĕнтерме ĕмĕтленетĕп…
— Ну, юрĕ эппин. Калаçса татăлтăмăр, тейĕпĕр. Какăлькка пÿртне ыранах тасатма хушатăп эпĕ.—Васили Петрович кайма хатĕрленчĕ.
— Вăл-ку юрĕ те-ха, Верук унта пĕччен мĕнле пу-рăнкалĕ, çавăн çинчен шухăшласа пăхрăн-и эсĕ, Ваçли?— пăшăрханса каларĕ Елькка.— Хăрушă пулмĕ-и ăна? Вăхăчĕ çавăн пек вĕт, таркăнĕ-теçерттирĕсем çÿреççĕ, тем туса хурĕç хĕрачана! Тур çырлахтăрах…
— Эпĕ çĕр выртма çак хĕрачасене чĕнетĕп,— терĕ учительница.— Иккĕн-виççĕн пулсан, мĕн хăрамалли?
— Юрĕ, ун пирки те калаçса татăлăпăр. Халь сывă пулса юлăр-ха!
Председатель тухса кайрĕ.
— Лайăх çын пулнă çак Ваçли,— шухăша кайнă пек сăмахĕсене тăсарах каларĕ Елькка.—Анчах пурнăçра унăн та телей пулмарĕ, вăтăр çула çитичченех урçана тăрса юлчĕ, уй тăмани пек пĕр-пĕччен пурăнать, кĕпине çуса паракан та çук, вуттине те хăех хутать, апатне те йĕркеллĕ çиеймест пулмалла. Кимнаçтерк-кин çухавийĕ сăранлансах ларнă, тепре килсен, хывса илсех çуса паратăп-ха…
— Санăн пĕрлешес пулать унпа, Елькка аппа,— тесе хучĕ сасартăк Хреçук, кĕнчелине арлама пăрахса.— Санăн та упăшку çук, вăл та пĕччен…
— Тем, ăнланмасть пуль вăл нихçан та! Вăл хĕрарăмсем çинчен асăннине ĕмĕрне те илтмен,— терĕ Елькка.— Тата икĕ ача пур çĕре камăн пуçне килсе чикес килтĕр?— Унтан кăштах шухăша кайса ларчĕ те:—Кай, калаçас мар кун çинчен. Пĕрре çухалнă телее тепĕр хут тупас çук,— терĕ.
…Кун хыççăн кун иртрĕ. Васили Петрович хăй сăмахне çирĕп тытрĕ: леш енчи Какăлькка пÿртне йĕркене кĕрттернĕ, кантăкĕсене ларттарчĕ, вутă та пырса пачĕ. Вĕсем Вероникăпа иккĕшĕ хулана кайрĕç, унăн килти япалисене—кравать, мунчала тÿшек минтерсем, ик-виçĕ хыçлă пукан, темиçе çыхă кĕнеке тиесе килчĕç. Вĕсемпе пĕрле пирĕн яла Вероника амăшĕпе тепĕр ватăрах хĕрарăм пычĕç. Пĕр пилĕк кун пурăнчĕç вĕсем пирĕн патра, килтен киле çÿресе кашни çын куçĕсене тĕрĕслерĕç, трахомлисем ялта пĕр аллă çын та ытла иккен… Малтан вĕсене хуларан килнĕ хĕрарăмсем хăйсем эмеллерĕç — темле сарă маçпе çунтарчĕç, шĕвек эмел тумлатрĕç, вĕсем кайсан вара чирлисем Вероникăн çĕнĕ хваттерне çÿреме тытăнчĕç. Унăн халь пĕр ерçÿ те пулмарĕ — ирхине, шкулта уроксем пуçланиччен, пĕр çирĕм çынна эмеллесе ярать, унтан каçхине, мăннисене вĕрентме каяс умĕн, тата тепĕр çирĕм-вăтăр çынна эмеллет…
Ана пĕччен пурăнма чăнах та шиклĕрехчĕ ĕнтĕ, халăх хушшинче çаплах-ха тĕрлĕ бандитсемпе дезер-тирсем çинчен сăмах-юмах çÿретчĕ, унта çаратнă та кунта пусмăрланă, тетчĕç, çавăнпа та эпир Хреçукпа иксĕмĕр кашни каçах Вероника патне кайса çывăраттăмăр. Пĕри ытах ерçмесен, тепри те пулин каяттăмăр. Хушăран ун патне Васили Петрович кĕркелесе тухатчĕ.
— Ну, трахом пирки ĕçсем мĕнле пыраççĕ? Кăтарт-ха списокне!
Кам та пулин эмелленме çине-çине темиçе хут пыман пулсан, тарăхсах каятчĕ вăл, вăрçма тытăнатчĕ:
— Ухмах мар-и ĕнтĕ çав çын, э? Ана эпир ыр тăвасшăн, суккăр пуласран хăтарса хăварасшăн, вăл пур — çакăнта килсе кайма ÿркенет! Ыранах тăн кĕртетĕп-ха ăна!..
Пурăна киле шăматкун каçсенче шкулта вечерсем тума пуçларăмăр. Васили Петрович темиçе хут та хуларан лекторсем илсе пычĕ. Лекторсем тĕнчере мĕн пулса иртни, Хĕрлĕ Çар тăшмансемпе мĕнле çапăçни çинчен, çутçанталăк çинчен каласа кăтартрĕç. Хайхи тахçан шухăшласа хунă ĕмĕт те çитрĕ— Çĕнĕ çул умĕн спектакль лартрăмăр, Федор Павловăн «Судра» комедипе. Ун чухнехи виçепе шутласан, спектакль питĕ лайăх пулчĕ. Ухтеркке рольне Васили Петрович хăй вылярĕ («Эпĕ йывăç уралли ниме те пĕлтермест, Ухтеркке те уксах пулма пултарнă вĕт!»—терĕ вăл), ял Совет секретарĕ Энтри Микули, хăрах куçне шур илнĕ пирки салтака кайманскер, Катăк Çăвар пулчĕ, Сăпани — Вероника, миравайне нумай пулмасть вăрçăран аллине амантса таврăннă. Мăкăль Петĕрĕ вылярĕ. Ай ахăрчĕ те вара халăх!.. Ун пекки пирĕн ялта унччен нихçан та пулман та-ха ара! Кайран эпир «Вăхăтсăр вилĕм» те, «Пуян Карук» та, «Ялта» та лартнă, вăл спектакльсене кÿршĕри ялсене те кайса кăтартнă, вулăс центрĕнчи «нардомра» та вылянă, вĕсене мĕнле лартнине астусах çитейместĕп, анчах çав «Судра» спектакль ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ. Шкула халăх савăл çапнă пек чыхăнса тулчĕ, шала кĕрейменнисем тултан, чÿрече витĕр пăхрĕç, пĕр-пĕрне хыçалтан хĕссе пынипе ик-виçĕ кантăк çĕмĕрсе пăрахрĕç. Çынсем ыйтнипе темиçе хут та выляса памалла пулчĕ вăл спектакле.
…Çапла шуса пычĕ пирĕн ялти пурнăç. Культура патнелле туртăнма пуçларăмăр. Каç-каç шкултан халăх татăлма пĕлместчĕ. Пĕрисем — ликбезра, теприсем — хаçат вуланине итлеме, çĕнĕ хыпарсем пĕлме пыратчĕç. Çĕнĕ пьеса лартма шут тытсан, репетицисем пулатчĕç. Шкулĕ пысăк марччĕ те пирĕн (пĕтĕмпе те икĕ класс çеç), тăвăр пулма пуçларĕ. Пĕррехинче эпĕ шкул заведующийĕ Евдокия Захарова Васили Петровичпа кăмăлсăррăн калаçнине илтрĕм.
— Шкула тасатса çитерме çук, чĕлĕм шăрши çапса лартрĕ, ирпе ачасем пухăннă тĕле те сывлăш уçăлса çитмест. Юрамасть кун пек!
— Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ, Евдокия Захаровна, халăхне епле те пулсан çутта кăларма тăрăшмалла-çке! Çынсем каç-каç шкула çÿренĕшĕн эпĕ чунтан савăнатăп,— терĕ ăна хирĕç Васили Петрович, хăй айăпа кĕнĕ пек сасăпа.
— Урăх çурт тупас пулать!
— Ăçта-ха вăл, урăх çурчĕ? Çĕнĕрен тăваймастпăр вĕт…
— Эсĕ — хуçа, власть, мĕн пуррипе çуккине санăн хăвăнпах пĕлмелле!— терĕ ватă учительница çирĕппĕн.— Авă, чиркÿ хурал пÿрчĕ ахалех янраса ларать. Ултă кĕтеслĕ! Шалти стенине илсе пăрахсан, вулăсринчен кая мар нардом пулать санăн!
— Унта прасвир пĕçерекен Анахвис пурăнатыçке?
—- Вăл хваттере те кайма пултарать, чиркÿ—пуян!
— Ку тĕрĕс. Шухăшласа пăхăпăр…
Анчах Васили Петрович нумай шухăшласа тăракан çын марччĕ, хуть те мĕнле ĕçе те хăвăрт, хăй каланă пек «военнăй тисциплинăпа» тума юрататчĕ. Вăл тепĕр куннех Совет членĕсене пухнă та постановлени йышăннă: халăх укçипе тунă чиркÿ хурал пÿртне тытса илес те унта ялти «нардом» уçас!.. Хальхи пек каласан, унта клуб тумалла, тенĕ ĕнтĕ. Çакăн çинчен пупа пырса пĕлтерсен, лешĕ урсах кайнă, тет, Васили Петровича тем те каласа пĕтернĕ, Ленин патне çырса ярассине хăратма пикеннĕ, тет, анчах пирĕн хастар председатель ăна-кăна пăхса тăман, тепĕр кунне плат-никсем илсе пырса хурал пÿрчĕн шалти стенине илсе пăрахтарнă, варринче ларакан кăмакине кĕтесе куçарма, мала сцена пекки тума хушнă.
— Халăх тунă пурлăх — халăх валли пулать! — тенĕ вăл.
Çапах та пирĕн çав çуртпа усă курасси пулмарĕ. Ана «нардом» валли туса çитерсен тăват-пилĕк кунтанах, сĕм çĕрле, чиркĕвĕн мăн чанĕ янраса кайрĕ: тан, тан, тан-н…. Унтан пĕтĕм урама çурмалла кăш-кăрнисем илтĕнчĕç:
— Пуша-ар! Пуша-ар!..
Эпир виçсĕмĕр те — Вероника, Хреçук, эпĕ — хăпăл-хапăл тумланса урама сиксе тухрăмăр. Çырман тепĕр енче, чиркÿпе юнашар, вут-çулăм тем çÿллĕш явăнса ялкăшать… Эпир чупса çитнĕ чух чиркÿ хурал пÿрчĕ çывăхне пымалли те çукчĕ, ăна пур енчен те вут хыпса илнĕччĕ, пÿрт тăрри çунса ишĕлме те пуçланăччĕ. Сÿнтерекен те пулмарĕ ăна — ун чух пирĕн ялта ĕретлĕ пушар хатĕрĕсем те çукчĕ. Юрпа сапкала-рĕç те, анчах мĕн усси пултăр ĕнтĕ унтан?
Пушар патне чупса пынă карчăксем хĕрес хыва-хыва пакăлтатрĕç:
— Турă тунă куна… Турăран мăшкăлланăшăн!
— Советсем айăплă, кам хушнă вĕсене чиркÿ çуртне туртса илме?
— Çавсемех пĕтереççĕ пуль те-ха пирĕн пурнăçа…
— Малашне мĕн курăпăр-ши тата?!.
Нимĕнле турă та мар, пуп таврашĕсем хăйсем çунтарса ячĕç ку пÿрте, ăна кашни ăслă-пуçлă çын тавçăрса илме пултарнă. Пирĕнтен тытса илтĕр пулсан, ни сире, ни пире ан пултăр!— тенĕ вĕсем. Анчах Ва-сили Петрович темле шавласа çÿресен те, тепĕр куннех вулăсран милицисем илсе пырсан та, вĕçĕ-пуçĕ тупăнмарĕ, никама та айăпламарĕç. Пушар пулнă кун пуппа майри, вĕсемпе пĕрле тăсланкă ывăлĕ те кăнтăрлах пĕр хресченрен лаша илсе хамăр ялтан пĕр сакăр çухрăмри яла, унти пуп патне хăнана кайнă, ун патĕнчех çĕр выртнă. Чечук та вĕсемпе пĕрлех пулнă. Килĕнче пĕр Акăни çеç юлнă. Просвир пĕçерекен Анахвис та унччен пĕр кун малтан инçетри тăванĕсем патне тухса кайнă. Юри, ятарласа çавăн пек тунă ĕнтĕ вĕсем, хăйсем çине айăп ан ÿктĕр тесе. Хурал пÿртне тивертсе яма вĕсем кама та пулин тара тытнă пулмалла. Тен, хамăр ялсене те мар-и. Хĕллехи çĕр вăрăм, ют ялтан пырса та темтепĕр туса каймалăх пур!
Питĕ кÿрентерчĕ ку пурне те. Чип-чипер- клуб пулмалли çурт пĕр каçрах кĕлпе кăмрăк пулса юлчĕ. Тăшмансем турĕç ĕнтĕ ăна, совет йĕркисене курайманнисем, ĕлĕкхи пурнăç таврăнса килессе кĕтекенсем, кашни самантрах пире тытса çурма хатĕррисем…
6
Унтан тата тепĕр хурлăх сиксе тухрĕ…
Пурнăç начаррипе ялта чирлекенсем малтан та пурччĕ. Çапах та ытла хăрушшиех пулман. Анчах 1920 çул пуçламăшĕнче сасартăк çемйи-çемйипе чирлеме пуçларĕç. Унтан урамĕ-урамĕпе. Яла темле питĕ хăрушă чир пырса кĕчĕ. Çынна тăрук кăвар пек пĕçертсе пăрахать те, тепрер кунтанах вăл ним пĕлми аташса выртакан пулать. Пирĕн ялта çеç мар, кÿршĕ ялсенче те чирлекенсем пит нумай, терĕç. Чирĕн ятне те каларĕç: испанка. Хальхи тухтăрсем ăна «азиатский грипп» теççĕ пулас. Хăрушла эпидеми ахăрма тытăнчĕ пирĕн тăрăхра. Çынсем вилме пуçларĕç. Мăннисем те, ачасем те. Кашни кун тенĕ пекех ял хыçĕнчи масар çине саваламан хăмасенчен çапкаласа тунă тупăксем йăта-йăта каяççĕ. Кашни кун куççуллĕ.
Çакăн пек хăрушă чир сарăлнăшăн, çынсем вилнĕшĕн усал чĕлхеллĕ этемсем айăпне каллех советсемпе «комунсем» çине тиеме тытăнчĕç. Турра мантăмăр» турра хирĕç пыратпăр, çавăн пирки турă хăйĕн тăшманĕсене пĕтерме çĕр çине Михаил архангела янă… Çылăхлă çынсене вĕлерсе пĕтермесĕр ку чир ялтан тухса каймасть…
Кун çинчен эпĕ хам чирлесе выртнă чух илтрĕм (эпир те пĕтĕм кил-йышĕпех выртрăмăр, анне çеç тертлĕ ураран ÿкмерĕ, ахлатса пулин те, кăштăртаткаласа çÿрерĕ). Пирĕн пата тем сăлтавпа пынă кÿршĕ карчăкĕ каларĕ çавна. Вăйăм çук пулин те, эпĕ пуçа минтер çинчен çĕклерĕм те çав карчăка кăшкăрсах пăрахрăм:
— Мĕнле турă тата вăл — çынсене тавăракан турă?! Унăн пурне те юратмалла, пур çынсене те ырă тумалла вĕт-ха! Тата пĕчĕк ачасене ма вĕлерет вăл. ачасем çылăхлă мар-иç? Мĕн калаçатăн кирлĕ мара?!
— Эп хамран каламастăп,— хуравларĕ карчăк,— эпĕ тĕттĕм çын, ним те пĕлместĕп…
— Кам сарать эппин ку сăмаха?
— Иртнĕ вырсарникун пачăшкă чиркÿре çапла каларĕ… Турра ытларах кĕлтума, турă кăмăлне çавăрма парнесем ытларах пама хушрĕ…
— Парнисене турă патне пĕлĕт çине ярса парать-им вăл? Хăй валли пухать! Çынсем хурлăха лекнĕ чух ытларах пуйса юласшăн…
— Чипер калаç, хĕрĕм, капла каланăшăн турă мучи хăвна тата хытăрах асаплантарма тытăнĕ…— пăшăлтатса илчĕ ман анне.
Эп урăх нимĕн те калаймарăм, манăн пуç çаврăнса кайрĕ…
Çак чир сарăлма пуçласанах Васили Петрович, Ве-роникăна хăйпе пĕрле лартса, часрах хулана тухтăр патне кайнă. Анчах вĕсемпе пĕрле яла никам та килмен, çынсем мĕнпе чирленине ахалех пĕлсе (пĕтĕм уес чирленĕ-çке ун чухне!) кăшт-кашт эмелсем çеç парса янă, чирлисене армути шывĕ ĕçтерсе сиплеме хушнă. Вероника вара килтен киле çÿресе çав эмелçĕне ĕçтеркĕленĕ, анчах темиçе кунтанах хăй те ÿкнĕ. Хреçук кун çинчен часрах Висили Петровича пĕлтерме чупнă — усси пулман, лешĕ хăйĕн сивĕ пÿртĕнче пĕрене пекех выртнă-мĕн. Ял Совет секретарĕ Энтри Микули те вырăн çинчен тăрайман. Хреçук ватă учительница Евдокия Захарович патне ыткăннă. Ку та аран çÿренĕ, çапах та пĕр çынна лаша кÿлтернĕ Вероникăпа Васили Петровича хулана ăсаттарнă. Вĕсене леçме те Хреçуках кайнă.
— Эс вĕсене тÿрех больницăна илсе ан кай, унта йĕркине тупаймăн, Вероникăсен килне илсе пыр, унăн амăшĕ, больницăра ĕçлекен çын, мĕн тумаллине хăех пĕлĕ,— вĕрентсе янă Евдокия Захаровна.
Çапла тунă та вара Хреçук…
Пĕр икĕ уйăха яхăн асаплантарчĕ, хурлăх кăтартрĕ халăха çак чир. Аллă çын ытла çĕре кĕчĕ. Сывă юлнисем те тупăкран тăрса тухнă пекчĕ — пурте шуранка, халсăр, имшер. Çил кăшт хытăрах вĕрсен те кайса ÿкмелле. Эп хам та, çырмари çăлтан шыв ăсма кайсан, иккĕ-виççĕ канмасăр киле çитейместĕм…
Çав кунсенчен пĕринче ял тăрăх калама çук хăрушă хыпар сарăлчĕ:
— Пуп няныки çакăнса вилнĕ!
— Акăни çакăннă!..
Кун çинчен пире Хреçук чупса пырса пĕлтерчĕ. Темле майпа-çке, хăйсен пĕтĕм кил-йышĕ чирлесе выртнă пулин те, вăл чиртен хăтăлса юлнă та халь никамран маттур çÿретчĕ.
— Епле çакăннă?! Хăçан? Аçта?..— тĕлĕннипе шак хытса кайса, пĕрнпĕрне пÿле-пÿле кăшкăрса ыйтма тапратрăмăр эпир.
— Кĕçĕр çакăннă, вите маччи çине хăпарса, таçтан чĕн урхалăх тупнă, тет те…
— Вилсех кайнă-и вара?!
— Вилнĕ çав. Шăнса та хытнă, тет…
— Пупĕсем ним те сисмен пулать-и? Пÿртрен тухса кайнине те илтмен-и? Хăçан тупнă?
— Илтмен пуль çав. Акăни кайри пÿлĕмре, кăмака хыçĕнче выртса пурăнатчĕ те вăл…
— Халь ăçта ун вилли? Пÿртре выртать-и?
— Çук, илсе кĕртмен. Халь те çакăнса тăрать, тет, анчах никама та çывăха ямаççĕ, пуласран милицисем килессе кĕтеççĕ, тет…
Эпĕ йăпăрчяпăр тумлантăм та Хреçукпа пĕрле пупсен килне кайрăм. Халăх тем чухлех пухăннăччĕ. Пасарти пек. Пурте пĕр-пĕринпе шăппăн калаçаççĕ: мĕншĕн çакăннă-ши? Мĕнле сăлтавпа? Чип-чипер пурăнас хĕрача…
— Иккĕшĕнчен çыру килнĕ, тет, лешĕ ăна каллех киле таврăнма хушнă, тет, килмесен хам пырса илетĕп, тесе çырнă пулать. Акăнийĕ каясшăн пулман…— терĕ тахăшĕ.
— Вара çавăншăн çакăнмалла-и? Инкĕшĕ çичĕ ют мар-иç?
— Кам пĕлет, кам пĕлет…
Чылай тăтăмăр эпир пуп килĕ таврашĕнче. Сивĕччĕ, шăнсах кайрăмăр. Каллех чирлесе ÿкес мар тесе, киле кайма та шутласаттăмăр, анчах çав вăхăтра йĕп-йĕпе тара ÿкнĕ пысăк кăвак лаша кÿлнĕ хыçлă çунапа икĕ милиционер пырса çитрĕç. Çуна çинчен ансанах, пĕри пурне те илтĕнмелле кăшкăрчĕ:
— Халех саланăр, кунта сире валли ярмăркка мар! Килĕрсене кайăр, сирĕн ним ĕç те çук кунта!
Халăх кăмăлсăррăн мăкăртатса сăлана пуçларĕ. Аслă милиционер понятойсем пулма темиçе çынна çеç уйăрса юлчĕ. Каçалапа çакна пĕлтĕмĕр: çакăнса тăракан Акăние милиционерсем хăйсем вĕçертсе антарнă, понятойсем ун кĕлеткине пÿрте йăтса кĕртнĕ. Виле çине кăшт-кашт пăхкаласан, милиционерсем протокол çырнă, понятойсене алă пустарнă та пытарма ирĕк панă. Акăни виллине—тупăк тăвиччен — сивĕ çенĕке илсе тухса хунă, унтан пуп майри милиционер сене питĕ вăйлă хăна тунă, хăй пĕрмай нăйкăшнă имĕш, Акăние мухтанă, ăна епле ыр туса пурăнни çинчен каланă, инкĕшĕн çыруне кăтартса вăрçнă:
— Мĕн тума çырмалла пулнă-ха унăн çакăн пек? Çавăншăнах пĕтрĕ мăнтарăн хĕрачи, инкĕшĕ патне таврăнас килменнипех! Лешĕ вăл чисти çвер пек хĕрарăм, пĕлетĕп ăна, хăй патĕнче чух Акăние кашни кун хĕненĕ, çиме те паман, анчах пирĕн патра улпут хĕрĕ пек пурăнчĕ!..
Милиционерсем каç пулсан тин тухса кайнă. Çуна çине ларсанах, вĕсенчен пĕри урама çурмалла кăшкăрса юрласа янă, тет:
Бывали дни веселые,
Гулял я, молодец…
Тепĕр кунне ирех Акăние масар хĕррине шăтăк алтса кайса чикрĕç. Йытта пытарнă пек пытарчĕç, Масар тăпри çине хĕрес мар, юпа пекки те лартмарĕç хуть. Ку вара пурне те çав тери тарăхтарчĕ. Питĕ тиркерĕç уншăн пуппа ун майрине.
Анчах кăшт пурăнсан, ĕçсем тепĕр майлă çаврăнса тата ытларах хăрушланса кайрĕç.
Акăние пытарсан виç-тăват кунтан, каç пуласпа, Вероника яла таврăнса пычĕ. Питĕ улшăннăччĕ вăл. Начарланса кайнă, чăмăркка питçăмартисем путса ларнă, шуранка тирĕ витĕр янах шăммисем палăрса тăраççĕ. Куçĕсем çеç малтанхи пек юлнă — таса, кăмăллă, çын çине тÿррĕн, унăн чĕринче мĕн пуррине витĕрех курас пек пăхаççĕ. Малтанхи каç, хăйĕн хваттерне хутса ăшăтиччен, пирĕн патра çывăрчĕ.
Эпир ăна нимрен малтан Акăни çинчен каласа патăмăр…
Вăл, тĕлĕннипе, тата ытларах шурса кайрĕ, унтан питçăмартисем çине пăтăр-пăтăр хĕрлĕ мăн пăнчăсем тухса ларчĕç, пĕтĕм пичĕ-куçĕ çунма пуçларĕ.
— Эппин, вăл хĕрача мĕншĕн çакăннине никам та пĕлмест?—ыйтрĕ чĕтрекен сасăпа.
— Паллă мар çав… Иккĕшĕнчен çыру илнипе теççĕ кăна…— хуравларăм эпĕ.
— Кам калать ăна?
— Матăшкă. Пупĕ хăй те çавнах калать, тет. Çыруне милицисене те кăтартнă, тет, вĕсем.
— Вăл вилсен, тухтăр таврашĕ илсе килмен-и?
— Çук, милицисем çеç пулчĕç.
— Виллине касса пăхман эппин?
— Çакăнса вилнĕ çынна мĕн тума каемалла-ха ăна?— ыйтрĕ эпир калаçнине итлесе тăнă анне.
— Мĕншĕн вилнине пĕлме.
— Вăл ахаль те паллă-иç: çакăнса вилнĕ…
— Çапах та мĕншĕн çакăннă?
— Касса пăхнипе курăнать-им вăл? Çыру хурса хăварман пуль ăшчиккине? Калаçатăр çав кирлĕ мара…
— Ăнланмастăр эсир нимĕн те,— ассăн сывласа илчĕ Вероника.— Хăйне хăй вĕлернĕ çынна нихçан та тухтăрсене кăтартмасăр пытармаççĕ. Саккунĕ çапла. Касса пăхсассăн нумай чухне кĕтмен япаласем сиксе тухаççĕ… Тухтăр илсе кĕтмеллех, каçмаллах пулнă ăна!
— Акăнине пытарнă та-ха ĕнтĕ, ăçтан касса пăхатăн халь тин?
— Пытарни вăл ниме те пĕлтермест-ха,— терĕ Вероника.— Эх, тĕттĕмлĕх, тĕттĕмлĕх…—Вăл чылайччен шухăша кайса ларчĕ, анчах Акăни çинчен урăх пĕрре те асăнмарĕ.
Темиçе кунтан Васили Петрович та больницăран таврăнчĕ. Вăл унта, пĕрре сывалма пуçланăскерех, темле майпа шăннă та ÿпке шыççипе чирлесе ÿкнĕ иккен. Çавăнпа Вероникăран ытларах выртма тивнĕ унăн. Пуп килĕнче пулса иртнĕ хăрушă ĕç ăна та калама çук пăлхатса янă. Нумай шухăшласа тăмасăрах вăл кун çинчен хулана кирлĕ çĕре пĕлтернĕ те, кĕçех пирĕн яла тăваттăн-пиллĕкĕн персе çитрĕç: следователь, врач-эксперт тата уголовнăй розыск çыннисем. Вĕсем Акăни пирки килнине пĕлсен, пĕтĕм ял темле хăранă пек пулса пăлханса кайрĕ. Аçта çитнĕ унта пĕр çавăн çинчен çеç калаçрĕç…
…Тепĕр куннех вĕсем Акăни тупăкне масар шăтăкĕнчен каялла чавса кăларттарнă, пуп патне илсе пырса ун виллине касса пăхнă. Вара ак мĕскер палăрнă: çав имшеркке, пуп килĕнчен унтачкунта ниçта та тухса çÿремен, ĕмĕрне арçынпа юнашар ларса та курман вунулттăри хĕрача йывăр çын пулнă иккен. Виççĕмĕш уйăх çинче. Анчах чи хăрушши ку та мар пулнă-ха. Акăни хăй çакăнса вилмен. Ана пуп кил-йышĕ хĕнесе вĕлернĕ. Хĕрача ăшчиккине унта та кунта юн – хытса
ларнă, ункине те юн тулнă. Ун çине хăпара-хăпара сикнĕ пулмалла. Вилсе кайсан вара, хăйсен айăпне сирсе ярас тесе, ăна вĕсем вите çине сĕтĕрсе хăпартнă та — çакнă, ирхине çынсене «Акăни çакăннă» тесе пĕлтернĕ. Вулăсран пынă милиционерсене вĕсем çăмăллăнах улталанă, Акăние хăвăртрах пытарма ирĕк илес тесе взятка та панă пулмалла. Çавăн пек хăтланнăшăн кайран çав милиционерсене иккĕшне те ĕçрен кăларса суд тунă, терĕç.
Пуп кил-йышĕ темĕн тĕрлĕ суйса тÿрре тухма тăрăшнă пулсан та, хальхинче опытлă следователь вĕсен суйине палăртеах пынă. Икĕ яра кун допрос тунă вăл. Вите стенисем çинче юн тумламĕсем тупнă, пĕр пăта вĕçĕнчен Акăни платйин татăкĕ çакăнса юлнă. Ку ĕнтĕ ăна вите маччи çине сĕтĕрсе хăпартнă чух пулнă … Кÿршĕсене тĕпчеме тытăнсан, çĕрле Акăни пĕр хушă шари! шари! кăшкăрнине илтекенсем тупăннă. Судпа медицина экспертизи пуп кил-йышне тăрă шыв çине кăларнă. Юлашкинчен вара вĕсен нимĕн те тунса тăма май килмен… Çапла пулнă иккен: пуп ывăлĕ Венька малтан Акăние пусмăрланă, Акăнийĕ, хăраса, ун çинчен никама та шарламан. Тен, Венька хăй те хытă хă-ратнă-ха ăна — кама та пулин каласа парсанах вĕлеретĕп, тенĕ. Унтан, пĕрре пулнăскер, хĕрачана вăйпах хăйĕнпе пурăнтарнă. Каярахпа пуп майри сиснĕ çавна. Акăние хĕсĕрлеме тапратнă. Хĕрача ăна хăй йывăр çын пулнине каласа янă… Вара, урса кайса, ăна кил-йышĕпех хĕнеме тытăннă. Пуринчен ытларах Веньки тăрăшнă. Акăни ăна ашшĕ-амăшĕ умĕнче намăса кĕрт-нĕ-çке-ха! Акăни тÿсеймен, вилсе кайнă…
Ах, шавларĕ те çав икĕ кун хушши ял халăхĕ! Ниçта кайса кĕрейми, пĕтĕм чунтан тарăхса, ылханса, сура-сура калаçрĕç пуп кил-йышĕ çинчен. Мĕн кăна каламарĕç пуль!..
Пуринчен те ытларах Матви арăмĕ Елыкка вăрçрĕ:
— Эп сире тахçанах калатăп вĕт, пупсем турă ячĕпе витĕнсе пурăнаççĕ çеç вĕсем, анчах хăйсем — шуйттанран та шуйттан! Пăхăр-ха эсир, мĕнешкел ырă хĕрачана вĕлернĕ… Çынсене çылăхпа хăратаççĕ, хăйсем чăн пысăк çылăха кĕреççĕ. У-у, эсрелсем! Хăйсене çапса пăрахас пулать куншăн, каçарма юрамасть!
— Эс каламасăрах каçармаççĕ пулĕ-ха,—терĕ тахăшĕ.
Паллах, каçару пулма пултарайманах ĕнтĕ. Пуп кил-йышне малтанхи кунах арестленĕ. Килĕнчен те кăларман вĕсене, пĕр милиционер алăк патĕнчех хуралласа ларнă. Виççĕмĕш кунĕнче, ялти следстви пĕтсен, виççĕшне те çуна çине лартса ялтан илсе тухса кайрĕç, вĕсене курма пĕтĕм ял пухăнчĕ, темелле. Матăшки кăшкăрса макăрчĕ, çаплах хăйсем айăплă марри, вĕсем çылăхсăррине çулти атте-турă курса тăни çинчен каларĕ, пĕрмай хĕрес хыврĕ. Пуппа ывăлĕ вара нимĕн те чĕнмерĕç, чул. пек хытса ларчĕç. Сăнĕсем çĕр тĕслĕччĕ…
Тепĕр ик эрнерен суд пулнă, пупне вунă çуллăха хупмалла тунă, матăшкипе Венькине пилĕкшер çул панă. Тата темиçе кунтан пупăн пĕтĕм пурлăхне, выльăх-чĕрлĕхне чухăнсене валеçсе пачĕç, çурчĕ шкул аллине куçрĕ, чиркÿ хупăнса тăчĕ. Кун пек çĕре йă-пăр-япăрах пырса кĕме килĕшекен пупсем тăруках тупаймарĕç курăнать…
7
Эпир каллех вĕренме тытăнтăмăр. Халĕ пирĕн лик-пункт пуп çуртĕнче пулчĕ. Малтанхи пекех, уроксем хыççăн Вероника час-часах хаçатсем вуласа паратчĕ. Ку чухне хаçатсенче Хĕрлĕ Çар шуррисене унта та кунта çĕнтерсе пыни çинчен çыратчĕç. Çынсем питĕ хĕпĕртетчйç уншăн. Эппин, вăрçă пĕтетех, эпир тăшмансене çĕнтеретпĕрех!..
Пурнăç йĕркене кĕрсе пыма пуçларĕ темелле. Анчах халăх хушшинче çаплах таркăнсем, дезертирсем çинчен сăмах çÿрерĕ-ха. Вĕсем ахаль çынсене типсех каймаççĕ, пуринчен ытларах коммунистсене, комсо-молецсене, Советра ĕçлекенсене, халăха Совет влаçĕ çинчен лайăхрах ăнлантарса пама тăрăшакан учительсене тапăнаççĕ, тетчĕç. Çавăнпа та эпир хамăрăн Вероникăшăн хăраттăмăр. Ялсем тăрăх çĕлен пек шуса сарăлакан хыпарсем питĕ хăрушăччĕ-çке: пирĕнпе
юнашар вулăсра бандитсем пĕр милиционер патне çĕрле çĕмĕрсе кĕрсе ăна хăйне те, унăн пĕтĕм çемйине те—ачи-пăчи мĕнĕпех — пусса тухса кайнă, тет… Тепĕр ялта Совет председательне уй хапхинчен çакса хăварнă, кил-çуртне краççын çапсах çунтарса янă, сÿнтерме пыракансене пăшалпа пенĕ…
Каç-каç эпир Хреçукпа иксĕмĕр яланхи пекех Вероника патĕнче пултăмăр. Ликпунктран таврăнатпăр та, чÿречесене картласа, алăксене урлуççисам ярса питĕретпĕр. Тепĕр чух, ыйăх килмесен, тахçанччен калаçса выртатпăр — ялти хыпарсем çинчен, пулас пурнăç çинчен…
Çăварни эрнинче: «Каçăр Куçма ывăлĕ Петрушка салтакран курма килнĕ, ĕлĕкхи янаралсем пекех чаплă тумланнă хăй»,— тенине илтрĕмĕр. Эпир вăл çынна лайăх астăватгăмăр. Питĕ вĕçкĕн йĕкĕтчĕ вăл. Пурăнасса самаях пуян пурăнатчĕç, ашшĕ ялтан яла çÿресе çĕтĕк пухатчĕ, килĕнче пĕчĕк лавкка та пурччĕ вĕсен, пулă, краççын, йĕппçип сутатчĕç. Пилĕк хĕр хушшинче пĕртен-пĕр ывăл пулнипе Петрухкана ашшĕпе амăшĕ пит ачаш пăхса ÿстернĕ, нихçан та тар тухиччен ĕçлесе курман вăл. Çавăнпах пуль хăйне мăнна хуратчĕ, тантăшĕсемпе пулчĕ-пулмарĕ çапăçма кĕрсе каятчĕ, улахсенче хĕрсене кÿрентеретчĕ: йĕрнине кĕнчелине кăларса ывăтать, тепринпе тутрине сÿсе илет, чухăнрах çынсен хĕрĕсене сăмахпа та темтепĕр калать. Хăш чух хăйне те тÿпелесе яратчĕç, кăн-кăвак пит-куçпа çÿрени пĕрре кăна мар пулнă.
Часах эпир çав Петруххана хамăр та куртăмăр.
Вĕр-çĕнĕ вăрăм шинельпе, кăкăрĕ урлă хĕп-хĕрлĕ пысăк нашивкăсем çĕлесе хунă, çÿллĕ тăрăллă шлемпа, çап-çутă атăпа, атă кĕлли çумне кавалеристсен шпорне çыхнă, чăнкăртатса çеç пырать, хулпуççи урлă хĕç çакса янă. Сылтăм хулне сарлака хĕрлĕ хăю çыхнă, ун çине темскер çырнă. Аллисене хальхи шоферсен пек вăрăм хура перчетке тăхăннă… Чăнах та, çав тери чаплă ĕнтĕ, пырса ан çулăх!
Эпир виççĕн — Вероника, Хреçук, эпĕ — шкул хапхи умĕнче тăраттăмăр, вăл пирĕн тĕлпе мăнаçлăн, пуçне каçăртса утса анса кайрĕ, пирĕн çине çаврăнса та пăхмарĕ.
— Мĕнле çын вара ку? Сирĕн ялсемех-и?— ыйтрĕ Вероника.
Эпир вăл камне каласа патăмăр.
— Чăн-чăн кăркка аçи!— кулса ячĕ Вероника. Унпа пĕрле эпир те пултăмăр.
— Вăл яланах çавăн пек, хăйне ĕмпÿ вырăнне хураканскер…
— Анчах ун пек юри мăнаçланакансем яланах ухмах пулаççĕ, çавна пĕлетĕр-и эсир?—терĕ Вероника.
Каçхине çав «кăркка аçи» çĕнĕ «нардома», пирĕн хор репетицине пычĕ — Евдокия Захаровна пире ун чухне юрлама вĕрентме тытăннăччĕ. Шинельне вĕçертсе ярса, хĕçĕ çине тайăнса, çынсем çине йĕрĕнерех пăхса, чăн малти сак çинче пирус пашлаттарса ларчĕ. Ача чухне вăл Евдокия Захаровна ученикĕ пулнă-мĕн, çавăнпа та ватă учительница унтан именсе тăмарĕ, тÿрех каларĕ ăна:
— Ан мăкăрлантарса лар тархасшăн, Петрухха, кунта хурал пÿрчĕ мар вĕт! Сан тĕтĕмÿпе манăн пĕтĕм хор чыхăнать! Тула тухса турт!
— Не приказывай,— терĕ ăна хирĕç лешĕ.— Военнăй çынна таçта та курить тума мошнă. И тата эпĕ Петрухха та мар, комроты Петр Куçмич Куçмин. Çавна астăвăр…
— Апайтурух! Питĕ чапланса кайнă-çке апла эсĕ!— аллисене хире-хирĕç шарт! çапрĕ Евдокия Захаровна.— Эп сана, айван пуçăмпа, Петрухха тесех шутланă-ха. Пĕр вунă çул каялла манăн çавăн пек ятлă пĕр пи-итĕ наян ученик пурччĕ те…
— Петрухха кончал. Халь рабоче-крестьяноки Красный Арми командирĕ пулса тăнă вăл. Имейте виду.
Евдокия Захаровна ун çине вĕлерсе пăрахмалла пăхрĕ те:
— Эх, Петрухха, Петрухха! Тумланасса чаплă тумланса килнĕ те-ха эсĕ, анчах ăсу ним чухлĕ те хупăнман иккен санăн. Хĕрхенетĕп сана!— терĕ.
Тахăшĕ лăх-лăх кулса ячĕ. Петрухха сак çинчен сиксе тăчĕ.
— Оскорблять тума не имеешь правă! Эп халь санăн ученику мар. Ун чухне мăшкăллани те çитет. Эп халь срослый çын, командир! А если мăшкăллатăр пулсан, к ответу та притяну!
— Юрĕ, юрĕ,— ал сулчĕ Евдокия Захаровна,—ан хăрат, пĕчĕк ачасем çук кунта. Эс паян сахалтарах сыпнă пулмалла-ха, ăçта та пулин кайса хуш пăртак, анчах пире ан кансĕрле. Эпир май праçникĕ валли концерт хатĕрлетпĕр.
Урăх вара хăйĕн ученикĕ пулнă çын çине çаврăнса та пăхмарĕ.
«Кăркка аçи» чăнах та тухса кайрĕ, анчах тепĕр сехетрен каллех таврăнса пычĕ. Ĕçмелли татах та тупнă пулмалла, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса кайнă, хăйне йĕксÿ ернĕ.
Эпир киле кайма хатĕрлентĕмĕр. Алăк патĕнче Петрухха пирĕн çула пÿлсе тăчĕ, Вероникăна хулĕнчен тытрĕ.
— Расрешите провожать тума.
— Кирлĕ мар, çулне хамăрах лайăх пĕлетпĕр, çухалса каяс çук,— унтан аяккалла пăрăнчĕ Вероника.
— Как командир Красный Арми, сирĕн мана ува-шени пулмалла,— терĕ Петрухха, честь панă пек туса.—Ялта скушнă мана…
— Кичем пулсан — выртса çывăрас пулать, ирччен иртсе каять вара,— куларах хуравларĕ Вероника.— Атьăр, хĕрсем…
— Çапах та манăн сирĕнпе пырас килет. Расрешите.
— Урам аслă, пурне те çитет, ут ара,— терĕ манăн яланах хăюллă тусăм Хреçук.
Петрухха чăнах та пирĕнпе пĕрле пычĕ. Вероникă-па юнашар утса пĕрмай темскер вырăсла-чăвашла па-кăлтатрĕ, Мускава, Петрограда асăнчĕ, ик-виçĕ хутчен те Вероникăна хулĕнчен тытма пикенчĕ, анчах лешĕ аллине турта-турта илчĕ. Петрухха аттан тĕпĕ яка пулнă пулмалла, вăл темиçе хут та çул çине тăсăла-тăсăла ÿкрĕ, эпир унран ахăлтатса пултăмăр. Юлашкинчен, Вероника хваттерĕ патне çитеспе, аллисемпе хăлаçлансах каялла ÿксе пуçне питĕ хытă çапăнтарчĕ те, çĕртен тăнă чух турра, турă амăшне тата чиркÿ хĕресне асăнса, хутлă-хутлă питĕ усал сăмах каласа хучĕ. Чăвашла мар, вырăсла.
— Намăссăр!—(кăшкăрса пăрахрĕ Вероника.— Хăвна Хĕрлĕ Çар командирĕ тетĕн-ха тата! Ан утнă пултăр пирĕн хыççăн!..
Вăл пире Хреçукпа иксĕмĕре алăсенчен тытрĕ те, эпир анаталла сиккипех чупрăмăр. Картишне кĕрсенех калинккене те, унтан çенĕке те, пÿрт алăкне те шăнкăр-шанкăр питĕрсе хутăмăр.
— Нахал! Ирсĕр! Идиот!—çаплах лăпланса çитеймерĕ Вероника.
Çапах та Петрухха пирĕн хыççăн пурпĕр сĕтĕрĕнсе çитрĕ. Вăл калинккене чышкисемпе çапса, урисемпе тапса кĕмсĕртеттерме тытăнчĕ.
— Уçăр! Уçмасан — çĕмĕрсе кĕретĕп!..— Çавăнтах вырăсла киревсĕр сăмахсем каларĕ.
Эпир шăпăрт лартăмăр. Хăранинчен ытла çав ÿсĕр ухмах çине тарăхнипе сив чир тытнă пек чĕтрерĕмĕр. Пĕр çур сехет пуль ахăрчĕ Петрухха. Юлашкинчен Вероника тÿсеймерĕ, ытла та тарăхса çитрĕ пулмалла.
— Кăтартатăп-ха пĕрре ку йытта!— терĕ те вăл çилĕпе, хулпуççи çине ăшă тутăр уртса ярса, пÿртĕн çаклатса хунă алăкне уçрĕ, хăвăрт кăна çенĕкелле ярса пусрĕ.
— Верук! Ăçта каятăн? Вĕлерет вăл сана!—кăшкăрса ятăм та эп, ун хыççăн чупрăм.
— Ан тухăр! Ан уçăр!— кăшкăрчĕ Хреçук та, пирĕн хыççăнах ыткăнса. Вăл та хăранă ĕнтĕ Вероникă-шăн.
Анчах Вероника итлемерĕ пире.
— Ним те тăваймасть!—терĕ те пире хирĕç, çав самантрах çенĕк алăкне уçса ячĕ. Эпир виçсĕмĕр те крыльца пекки çине тухса тăтăмăр. Пăч-тĕттĕмччĕ, нимĕн те курăнмасть. Питрен тÿрех сивĕ çил пырса çапрĕ. Тăман пуçланать иккен, хÿмери шăтăксем витĕр çил шăхăрать. Петрухха, ÿсĕр пулин те, çенĕк алăкĕ шатăртатса уçăлнине илтрĕ курăнать, тÿрех кăшкăрма тытăнчĕ:
— Уçăр тавай! Уçăр, мать вашу…—Хăй çав вăхăтрах калинккене тапа-тапа илет.— Эп командир Крас-ный Арми, ман сирĕн патра обыск тумалла! Кама пытарса усратăр эсир кунта, мĕншĕн кĕртместĕр? Уçăр? Тр-рибунала ăсататăп сире! Р-растрел партаратăп!..
— Итле-ха, Кузьмин!— кăшкăрчĕ ăна хирĕç Вероника питĕ хыттăн, çилĕпе.— Мĕн кирлĕ сана кунта? Алăка ма çĕмĕретĕн?
— Эсĕ кирлĕ мана! Уç!—илтĕнчĕ Петруххан çĕтсе ларнă сасси.
— Мĕн тума кирлĕ пултăм вара? Эпир пĕр-пĕрне палламастпăр та вĕт! Эпир пачах ют çынсем!
— Мĕн тăвассине хамăр пĕлĕпĕр унта. Эс уç тавай?
— Уçмастăп!
— Уç, теççĕ! Асту, ÿкĕнмелле пулать!— хăратас шăн пулчĕ Петрухха, калинккене каллех темиçе хут тапса илсе.
— Хăвăн ÿкĕнмелле ан пултăр! Кай кунтан!
— Каймастăп! Манăн сан патна кĕмелле. Срочно. Как командир Красный Арми имеем правă.
— Нимĕнле право та çук санăн! Юлашки хут калатăп — алăка ан çĕмĕр! Кай хăвăн çулупа!
— Чышкă не хоччеш? У-уç, проститутка!— Петрухха калинккене татах тапрĕ. Çавăн хыççăн эпĕ Вероника сылтăм аллине çĕкленине çеç асăрхарăм. Çав самантрах умлăн-хыçлăн икĕ хут пăшал сасси кĕрслет-рĕ. Эпир Хреçукпа иксĕмĕр ай! тесе кукленсе лартăмăр…
Анчах куна Петрухха мар, Вероника печĕ…
— Тепре сас кăларсанах пуçна персе аркататăп!— кăшкăрчĕ вăл.
Петрухха сас памарĕ.
— Ахаль те вĕлертĕн вĕт…— пăшăлтатса илтĕм эпĕ.
— Çу-ук, ним те пулмасть, эп ăна мар, сывлăшалла петĕм,— терĕ Вероника.— Хăратмалăх кăна…
— Пăшална ăçтан тупнă вара эс?— çав тери тĕлĕнсе ыйтрăмăр унран, хамăр пÿрте каялла кĕрсен.
— Пĕркун укомра пĕр юлташ парса ячĕ, хальхи пек вăхăтра кирлĕ пулма пултарать, терĕ.— Вероника кĕсйинчен пĕчĕк кăна хуп-хура револьвер кăларса кăтартрĕ.— Хитре вĕт?
Кун пеккине эпир Хреçукпа иксĕмĕр ĕмĕрне те курман та, тĕлĕнсе хытса кайсах пăхрăмăр ун çине.
— Ай, турă! Çак пĕчĕк япалах çынна вĕлерме пултарать вĕт-ха,— терĕ Хреçук, пуçне пăркаласа.
— Çынна мар, лашана та ним мар вĕлерет вăл,— кулса илчĕ Вероника.— Ну, халь çывăратпăр пуль…
Эпир çутă сÿнтерсе çывăрма выртрăмăр. Ыйхă тăруках килмерĕ. Эпĕ чунтанах хĕпĕртесе шухăшларăм: учительницăн пăшал пурри лайăх-ха вăл, хăйне хăй яланах хÿтĕлеме пултарать… Усал çынсем нумай халь, яланах сыхланса çÿремелле…
8
Каçăр Куçма Петруххине эпир çакăн хыççăн чылай хушă курмарăмăр. «Нардома» та пымарĕ вăл. Таçта урăх ялсенчи тăванĕсемпе хурăнташусем патне кайса ĕçсе-супса çÿренĕ пулмалла. Анчах тепĕр икĕ эрнерен каллех пирĕн куç умне тухса тăчĕ çав Петрухха. Хальхинче вăл малтанхи пек те мар хăрушă пулчĕ. Питĕ тискер…
Калама маннă сире, пуп çуртĕнчен клубпа лик-пункт туса хурсан, Васили Петрович пире Хреçукпа иксĕмĕре çавăнта вутă хутса ăшăтакан тата урай шăлакан-çăвакан вырăнне ĕçлеме илчĕ. Хальхи пек каласан, техничка пулнă ĕнтĕ эпир. Иккĕн пĕр вырăнта. Ылмашăнса ĕçлеттĕмĕр: паян пĕри, ыран тепри. Ĕçленĕшĕн паракан укçине çурмалла тăватсăмăр. Вăл та юратчĕ-ха пире, унччен эпир алăра укçа таврашĕ нихçан та тытса курман вĕт.
Пĕррехинче, вырсарникун, эпĕ клуба ирех кайса урай çурăм та витрери лапраллă шыва сапас тесе крыльца çине тухрăм. Сасартăк урамра, шкултан чылай анатарахра, çынсем питĕ хытă шавланине илтрĕм. Çавăнтах тата тимĕрпе тимĕре çапнă сас илтĕнсе кайрĕ: чанк, чанк, чанк…
Мĕн пулнă? Мĕне пĕлтерет ку?!
Эпĕ витрери шыва хÿме çумĕнчи кĕрт çине сапса ятăм та урама сиксе тухрăм…
Анатран, урам варрипе, пĕр вăтăр-хĕрĕх çын хăпараççĕ. Кăшкăраççĕ, йыхăраççĕ, аллисемпе сулкалаççĕ. Тахăшĕ питлĕх çапать… Ман çурăм тирĕ сÿ! сÿ! туса илчĕ. Астурăм эпĕ: ялта вăрă тытсан е çын выльăхне тытса пусакан тупăнсан, çавăн пек тăваççĕ! Пĕчĕк чухне пĕрре курнăччĕ эпĕ ун пеккине. Шутсăр хăрушă япала!
Халь мĕн пулнă-ши? Кама тытнă?..
Часрах клуба кĕрсе сăхман тăхăнса тухрăм та анаталла чупрăм. Ун чухне сивĕччĕ-ха, кăнтăрла хĕвел пăхнипе çурт тăррисенчен тумла тумланă, ял хыçĕнчи сăрт çамкисем хурала пуçланă пулин те, каç-каç, шăнтса лартатчĕ. Çуна йĕрĕсем пăрланса шуçлакланатчĕç. Ним çине пăхмасăр чупнипе эпĕ пĕр-икĕ хут шуса ÿкрĕм, анчах мечĕк пекех каялла сиксе тăрса малалла ыткăнтăм.
Анатран килекен шăв-шав вăйлансах пычĕ. Çынсем урса кайнă тейĕн. Ним ăнланмалла мар. Патнерех çитрĕм те çакна куртăм: кăшкăракан, çухăракан, шăхăракан халăх варринче, çул тăрăх, анат кас вĕçĕнче пурăнакан Хуçăк Макçăмпа (вăл çынна пĕчĕк чухнех асат куçнăшăн çапла каланă) ун арăмĕ утаççĕ. Макçăм пуçĕ çине така тирĕ витсе янă, арăмĕн мăйĕнчен, кантрапа çыхса, мăйракаллă така пуçĕ çакнă. Иккĕшин те пичĕсенчен темиçе çĕртен юн сăрхăнать — çапса шăйăрса пĕтернĕ ĕнтĕ. Макçăмĕн хăрах куçĕ ним палăрми шыçса ларнă, кăн-кăвак. Пăхсан хăраса каймалла çав!
«Такамăнне така пуснă эппин кусем… Питĕ сăпай çынсемччĕ-çке, неушлĕ çавăн пекех хăтланнă? Камăнне пуснă-ши? Ах, мăнтарăн, вĕлереççĕ вĕт халь вĕсене, çапса пăрахаççĕ!..»
Çакăн пек шухăш вĕçсе илчĕ ман пуçра.
Кам такине пусни маншăн çавăнтах паллă пулчĕ: Макçăмпа юнашар хайхи Петрухха утать — пĕркунхи пек капăр шинельпе, шлемпа мар, килти кĕске кĕрĕкпе, пуçĕнче — тир мулаххай, уринче — тĕп хунă çăматă. Макçăм арăмĕпе юнашар — унăн ашшĕ, Каçăр Куçма. Иккĕшин те аллисенче сулăмлă алтуйисем…
— Кăшкăр! Кăшкăр!—çухăрса ячĕ те Петрухха, маларах сиксе тухса Макçăма хулпуççинчен нач! нач! тутарчĕ туйипе.— Кăшкăр теççĕ, атту халех вĕлеретĕп!
— Эп вăрă! Эп çын такине тытса пусрăм!—аран тухакан мĕскĕн сасăпа кăшкăрам пекки турĕ Хуçăк Макçăм.
— Хытăрах кăшкăр! Хытăрах! Пурте илтчĕр!— Петрухха ăна татах çапрĕ.
— Эп вăрă… Эп çын такине пусрăм… —Хальхинче Макçăм сасси тата вăйсăртарах тухрĕ.
— Хытăрах!
— Пурте илтчĕр, пĕтĕм ял!
— Эп вăрă!..
— Эс ма кăшкăрмастăн тата? Эс те çухăр!—Макçăм арăмне янахĕнчен чышрĕ Петрухха ашшĕ.— Çухăр, тетĕп, йытă вилли!— Хĕрарăма вăл татах çапрĕ.
— Эп вăрă… Эп çын такине пусрăм…— йынăшса ячĕ Макçăм арăмĕ. Унăн типсе ларнă питçăмартисем тăрăх шултра куççулĕсем юхса юнпа хутăшса кайрĕç…
—Питлĕхсене ма çапмастăр? Çапăр хытăрах!— кăшкăрчĕ Петрухха, алла кăмака питлĕхĕсем тытнă икĕ çын патнелле сиксе пырса.— Хытăрах тăнкăртат-тарăр, пĕтĕм яла илтĕнтĕр!
Питлĕх çапакансенчен пĕри хайхи ликбеза хирĕç çухăракан Улай Хветьки-мĕн, тепри — Каçăр Куçма арăмĕн шăллĕ, Сухалсăр Тимахви. Петрухха кăшкăрсанах, вĕсем питлĕхсене тимĕр таткисемпе пĕтĕм вăйпа
çапма тапратрĕç. Петрухха хай каллех Макçăмпа арăмĕ патне таврăнса весене хĕнеме тытăнчĕ.
— Кăшкăрăр! Пĕр чарăнмасăр кăшкăрăр, явăл таврашĕ!
— Эп вăрă… Эп çын такине пусрăм…—тутисене аран хускатса каларĕ Макçăм.
— Эсĕ те! Эсĕ те, шуйттан кĕвенти!—Макçăм арăмне кăкринчен туяпа чышрĕ Петрухха.
— Эп вăрă…— пăшăлтатса илчĕ те лешĕ, çул çине ласт! тăсăлса ÿкрĕ. Тăнне çухатрĕ пулмалла ĕнтĕ.
Халăх чарăнса тăчĕ. Пĕр хушă шăпăрт пулчĕ.
— Вилсе каймарĕ-ши?— терĕ тахăшĕ хăюсăррăн.
— Асту, вилет пуль-ха! Юри тăвать!- çухăрса ячĕ
Петрухха.— Пăлахая пенипе çăлăнса юласшăн! А ну, тăр тавай, йытă ами!
Вăл ним пĕлми выртакан Макçăм арăмне темиçе хут тапрĕ, унтан сапаланса кайнă çÿçĕнчен ывăçласа илсе çĕклеме пикенчĕ.
— Тăр тавай, этем усалли! Тă-ăр!..— Хĕрарăм тăраймарĕ, каллех тăсăлса ÿкрĕ. Петрухха ăна темиçе хутчен патакпа çурăмĕ урлă туртса çапрĕ.
— Арăма ан вĕлерĕр… Хама вĕлерсен те, ăна ан тивĕр, ачасем тăлăха юлаççĕ…— ÿлесе макăрса ячĕ çакна курса тăнă Хуçăк Макçăм.
— Сире пурне те вĕлерсе вакка ямалла! Пурне те, ачи-пăчи-мĕнĕпех!— Петрухха ун еннелле çаврăнчĕ те ăна патакпа пуçĕнчен çапрĕ. Макçăм пичĕ тăрăх çĕнĕ юн йĕрĕ йăпăртатса анчĕ, вăл тайăлса кайрĕ те арăмĕпе юнашар ÿкрĕ. Петрухха ăна таптама тытăнчĕ.
— Çитет пуль ĕнтĕ, вилсе кайĕç тата…— терĕ тахăш арçынĕ.
Петрухха çав сасă еннелле варт! çаврăнса тăчĕ.
— Епле çитет? Çитмест-ха çав! Лайăхрах тăн кĕртес пулать! Ан хапсăн çын туприне, ан пус çын такине! Емĕр асăнмалла пултăр!
— Вилсе кайсан, хăвăрах айăплаççĕ акă…
— Кама? Мана-и? Çак йытă виллисемшĕн-и? Вă-рăсемшĕн-и? Юрунда! Вĕсем Красный Арми командирне çаратнă, саккунпа вĕсене растрел памалла уншăн!
Халăх чĕнмерĕ… Çынсем çак Петруххана чăнах та пит чаплă çын, пысăк командир тесе шутланă çав, хăранă унран, çавăнпах ăна хирĕç нимĕн те калайман…
— Çапăр питлĕхсене!—кăшкăрса ячĕ Петрушка каллех.— Хытăрах çапăр! Авалхи йăлапа, вĕсене ял тавра виçĕ хут çавăрмалла! Хăйсем тăрса утмаççĕ пулсан, урисенчен тытса сĕтĕретпĕр!—Хăй çавăнтах Макçăма унăн арăмне тапа-тапа илчĕ.—Тăрăр, сыснасем! Тăрăр, теççĕ, е креста мать…
Унтан вĕсене çапма татах туйине çĕклерĕ…
Çав самантра эпĕ Вероника сассине илтрĕм:
— Чарăнăр! Мĕн тăватăр эсир, тискер кайăксем?— çав тери хытă кăшкăрса ячĕ те вăл, иккĕ куç хупса илнĕ хушăрах Петруххан çÿлелле çĕкленĕ аллинчен уртăнса, алтуйине туртса илчĕ.
— Мĕншĕн вĕлеретĕр çынсене?— кăшкăрчĕ вăл татах.— Мĕншĕн чармастăр эсир çак урнă кашкăрсене?!—пуринчен те ыйтрĕ унтан.—Пурте суд умне тăратăр куншăн!..
Çынсем те, Петруххапа ашшĕ те тăруках çухалса кайнă пек пулчĕç. Ытла та кĕтмен çĕртен пырса çит-рĕ-çке Вероника, тата ытла та хăюллă пулчĕ! Темиçе самант хушши Вероникăна Петрухха пĕр-пĕрне çисе ярас пек пăхрĕç, халăх шăп тăчĕ. Унтан Петрухха сывлăш çавăрса илчĕ те учительница патнелле пĕр утăм ярса пусса ун аллинчи туяна карт! туртса илчĕ.
— Мĕн тума килтĕн эс кунта, йĕпе аркă? Кам чĕннĕ сана?— терĕ Петрухха шăл витĕр.
— Хам килтĕм! Сире, урнă тискер кайăксене, чарма!— кăшкăрчĕ Вероника.— Эсир кăнтăр кунĕнчех çынсене çапса пăрахма тытăннă вĕт! Мĕншĕн? Мĕнле саккунпа?!
—Акă мĕн, мадама,— юри лăпкă пулма тăрăшса, хăйне пит паттăррăн тытса каласа хучĕ Петрухха ăна хирĕç.— Кунта санăн чĕрне хури тăршшĕ те ĕçÿ çук. Не вашшă делă, понял? Луччă ан хутшăн,—аллинчи туйипе юнаса илчĕ вăл.— Хамăрăнне хамăр пĕлетпĕр. Понял? А тĕрĕссине калас пулсассăн, çак икĕ йĕксĕк пирĕн сопçтвеннăй такана вăрласа пуснă. Эпир вĕсене поймали. И халь çавăншăн тăн кĕртетпĕр. Халăх йăлипе, понял?
— Нимĕнле така та пусман эпир… çын выльăхне тивсе нихçан та çылăха кĕмен… турă пур, турă курать…—йынăша-йынăша илчĕ çĕрте выртакан Макçăм куçĕсене те уçаймасăр. Тахăшĕ хăйсен хутне кĕре пуçланине ăнланчĕ пулмалла вăл. Çавăнпа çăлăнăç шырарĕ ĕнтĕ.
— Ан палкаса вырт!—ун еннелле çаврăнса çухăрчĕ Петрухха ашшĕ.— Епле пусман? Епле тивмен? Така пуçне сан йытту кăшланă, тирне сан мачча çинче тупнă! Татах тунатăн-и, эсремет
— Вăл пăрланса ларнă мăн çăматтин пуçĕпе Макçăма пуçĕнчен тапрĕ.
— Ан тивнĕ пултăр çынна!— ăна хулĕнчен тытса аяккалла пăрчĕ Вероника, унтан çĕрте выртакан Макçăм арăмне хăйĕн кĕлеткипе картласа тăчĕ.— Тек хĕ-неттерместĕп! Пĕлетĕр-и, сирĕн куншăн питĕ, питĕ хытă ответ тытмалла пулать! Юрамасть халь самосудсем тума, патша вăхăчĕ мар! Юрамасть! Совет влаçĕ ун пек тума чарать! Çын чăнах та айăплă пулсан, ăна совет саккунĕсем тăрăх айăпламалла, çакнашкал тискер кайăкла хăтланмалла мар! Халех милици патне ярăр, килсе следстви туччăр, тĕрĕссине тупаççĕ вĕсем!..
Вероника антăхса каяс пек, пулеметран пенĕ пек хăвăрт калаçрĕ, вăл калаçнă хушăра Петрухха ун çине çав тери тарăхса, çисе ярас пек пăхса тăчĕ, унтан сасартăк ун çинелле сиксе хулĕнчен ярса тытрĕ те, икĕ хутчен хăй тавра вăр-вăр çавăрса аяккалла тĕртсе ячĕ, Вероника ÿкнĕ чух ăна питĕ хытă тапрĕ.
— Тасал! Ан вĕрентсе çÿре, проститутка!—кăшкăрчĕ вăл.—-Атту халех хăвна та нимĕр тăватпăр!..
Чун юлмарĕ манăн…
Часрах Вероника патне ыткăнса ăна çĕртен тăма пулăшрăм. Пичĕпе пăрлă çул çине ÿксе, вăл янахне шăйăрса пăрахнă иккен, питçăмарти тăрăх хĕрлĕ çип пек юн йĕрĕ шуса анчĕ.
— Каяр кунтан, Верук… Тархасшăн ан çыхлан, вĕлереççĕ!— пăшăлтатма тытăнтăм эпĕ ун хăлхинчен.
Анчах вăл мана итлемерĕ. Ман алăран вĕçерĕнсех малалла утрĕ те Петрухха умне пырса кăшкăрчĕ:
— Подлец! Хăвна Хĕрлĕ Çар командирĕ тесе çÿретĕн, анчах ху чи ирсĕр разбойник, бандит пек хăтланатăн! Ахаль каçмасть-ха сана ку! Суд умне тăратă-нах эсĕ!..
— Пошол вон! Ан хăрат!—Вăл алтуйине Вероника пуçĕ çинелле çĕклерĕ, анчах эпĕ хăвăрт кăна ун умне пырса тăтăм та, вăл çапни мана’ хулпуççирен лекрĕ. Хытă пăлханнипе пулас çав, малтанах ыратнине те туймарăм эпĕ, кайран вара темиçе кун ыратса çÿрерĕ.
— Ваçли килет! Председатель!—кăшкăрчĕ çав вăхăтра тахăшĕ.
— Аçта?
— Авă, ара, сиккипе…
Чăнах иккен. Çур минутранах халăх кĕпĕрленсе тăнă çĕре Васили Петрович йĕп-йĕпе тарланă лашапа тĕпĕртеттерее çитрĕ. Шинельне йÿле янă, шлемĕ чалăшса кайнă, сăнĕ-пичĕ çине пăхма та хăрамалла— çав тери çилĕллĕ. Çуна çинчен сиксе ансанах вăл наганпа кобуринчен туртса кăларчĕ те икĕ хутчен сывлăшалла персе ячĕ.
— Сирĕлĕр!..
Халăх унталла та кунталла пăрăнма, чакма тытăнчĕ. Пĕр Петрухха çеç вырăнтан хускалмарĕ. Васили Петрович, йывăррăн сывласа, наганне аллинчех тытса, ун умне пырса тăчĕ.
— Мĕн хăтланатăн эс кунта, кулак чĕппи?!—сулахай аллипе Петруххана кăкăрĕнчен ярса тытрĕ вăл.
— Ан оскорбляй!— кăшкăрчĕ ăна хирĕç Петрухха.— Кулак чĕппи мар эпĕ, командир Красный Арми!
— А вăл пирĕншĕн паллах мар-ха! Эс кала, мĕн хăтланатăн?!
— Вăрăсене тăн кĕртетĕп!
— Кам ирĕк пачĕ сана самосудсем туса çÿреме?
—Хам патăм!
— Мĕнле власть вара эсĕ? Мĕнле гавнарком? Кирек мĕнле преступление те малтан милици тĕрĕслемелле, çавна пĕлетĕн-и?
— А эсĕ мĕн, вăрăсене хÿтĕлесшĕн-и? Тен, эсĕ ху та вĕсемпе пĕрле пулнă? Тен, такин пĕр пĕççине сана хăвна пырса панă? Выçă кашкăр вĕт эсĕ, çаракут, сан паян çимелĕх те çăкăру çук!
— Ух, сволочь! Кăтартăп эп сана така пĕççи!— Петруххана кăкринчен лăс-лăс силлесе илчĕ Васили Петрович.— Тылри йĕкехÿре, тип шапа!— Вăл Петруххана наган аврипе çапсах яратчĕ пулĕ, анчах Вероника ăна тытса чарчĕ.
— Чипер хăтлан, Ваеили Петрович! Аллуна ан варала! Эпир ăна закон тăрăх ответ тыттаратпăр…
— Çапла çав, алла варалас килмест, пуля та шалккă…— терĕ те председатель, Петруххаран пăрăнчĕ. Унтан халĕ те-ха хытă çул çинче выртакан Макçăмпа унăн арăмне çуна çине хурса килне леçме, вĕсен суранĕсене çыхма хушрĕ те ял Совечĕ еннелле уксахласа кайрĕ. Петруххапа ашшĕ тата ун тăванĕсем ун çине çав тери хаяррăн пăхса юлчĕç. Тытса çурсах пăрахĕччĕç çав!..
…Кăнтăрла иртсен яла милицисем пычĕç. Пĕр çирĕм çынна яхăн ял Советне чĕнсе допрос тунă вĕсем. Хуçăк Макçăмла арăмне килĕнчех тĕпченĕ, вĕсем вырăн çинчен те тăрайми пулнă. Макçăм арăмĕн хамăр ялтан ултă çухрăмра пурăнакан ватă ашшĕпе амăшне, вĕсен кÿршисене илсе килнĕ. Пуринчен те тĕплĕн ыйтса пĕлнĕ.
Акă мĕнле пулнă иккен: Макçăм çын такине пусман, ют ялти хуньăшĕ панă такана пуснă. Лешсем çурри выçă пурăнакан мăнукĕсене хĕрхенсе, кăшт та пулин аш çисе курччăр тесе така парса янă. Пĕр уйăх каялла пулнă вăл. Ун çинчен Макçăмпа арăмĕ, çынсемпе питех хутшăнса пурăнманскерсем, никама та каламан. Пĕр-икĕ эрне каялла Петруххасен чăнах та çавăн пек шур така çухалнă. Шыранă-шыранă, тупайман. Кам пĕлет, такам вăрланă! Тен, пĕр-пĕр ют ял çынни, урамра ăнсăртран тĕл пулса, никам куриччен тытса хурса кайнă-и? Ун чухне дезертирсем те, такам та çÿренĕ-çке-ха.
Темшĕн, Макçăмсем çав така пуçне пĕçерсе çимен. Вăл кĕлетрех шăнса выртнă. Кĕлет алăкĕ уçă пулнă вăхăтра така пуçне хăйсен Хураçки урама сĕтĕрсе тухнă та вĕрлĕк алăк умнех выртса кăшлама тытăннă. Пĕр хĕрарăм — шăпах Петруххасен хурăнташĕ — курнă çавна: Макçăм йытти така пуçĕ çиет! Ĕмĕрне пулмалла мар япала! Хуçăк Макçăмăн пĕр сурăх чунĕ те çук, ăна пĕтĕм ял пĕлсе тăрать. Эппин, такамăнне вăрласа пуснă вăл. Камăнне? Э, Каçăр Куçман така çухалнă тетчĕç вĕт-ха!..
Така пуçне йытăран туртса илнĕ те çав хĕрарăм, Куçмана кайса кăтартнă. «Пирĕн!»—тенĕ лешĕ. Çавăнтах вара хăйсен тăванĕсене темиçе çын чĕннĕ те така пуçне йăтса Макçăм патне чупнă. Ухтарма тапратнă, така тирне тупнă. Хăйсене çăвар уçма та паман, çапса-çĕмĕрсе тăкнă, унтан арăмĕпе иккĕшне те урама сĕтĕрсе тухса, тирне витсе, така пуçне мăйран çакса, питлĕх çапса, хăйсене «эпĕ вăрă, эп çын такине пусрăм!» тесе кăшкăрма хушса, урам тăрăх намăслантарса уттарнă. Хута кĕрекен никам та пулман, пурте Хуçăк
Макçăм чăнах та çын выльăхне пуснă тесе шутланă.
Вĕсене урампа уттарнă май пĕрмай хĕненĕ — чышнă, çапнă, тапнă.
Петруххапа ашшĕ алтуйисемпех тÿпеленĕ…
Çыннисен пĕр айăп та пулман.
— Мĕн тăваççĕ ĕнтĕ куншăн Петруххапа ашшĕне?— тесе ыйтрăмăр тепĕр каçхине Вероникăран. Вĕсем Васили Петровичпа иккĕшĕ те лешсене допрос тунă çĕрте пулнăччĕ.
— Суда параççĕ,—терĕ вăл.
— Садĕнче каçармаççĕ пулĕ те?
— Епле каçаратăн-ха çавăн хыççăн? Макçăмпа арăмне ним çукран намăс кăтартни çитмест, вĕсене хăрушла хĕнесе, сусăртса пĕтернĕ вĕт-ха. Чарман пулсан, вĕлеретчĕç те пулĕ. Иккĕшне те больницăна ăсат-рăмăр.
— Петруххине тытса каймарĕç-и?
— Çук-ха. Ниçта та тухса каймастăп тесе ал пуçтарчĕç.
— Çапах та тарма пултарать вăл…
— Тăраймасть. Тытаççĕ. Тарса çÿренĕшĕн тата хытăрах айăплаççĕ. Совет законĕсем çирĕп халь.
9
Çав каçхинех тата тепĕр питĕ тĕлĕнмелле ĕç пулса иртрĕ.
Çур çур иртсен чылайран, эпир виçсĕмĕр те чи тутлă ыйхăпа çывăрнă чух, Вероника пурăнакан пÿртен урам енчи пĕр чÿречинчен тăкăр-тăкăр шаккарĕç. Эпĕ çакна илтсе вăранса кайрăм та Вероникăна та вăратрăм.
— Итле-ха, такам шаккать…
Чÿречерен татах шăкăртаттарчĕç.
— Кам пулма пултарать ку?
— Пĕлместĕп…— пăшăлтатса илчĕ Вероника.
— Каллех Петрухха мар-ши?
— Çук пуль. Вăлах пулсан, эпĕ ăна ним шутласа тăмасăрах персе пăрахатăп!
Вероника васкасах кравать айĕнчен йывăç арчине шутарса кăларчĕ те хăйĕн пĕчĕк револьверне хĕвне чикрĕ.
Чÿречерен татах шаккарĕç. Çав вăхăтрах кантăк витĕр арçын сасси илтрĕмĕр:
— Ника! Нина! Муравьева! Эс килте-и? Уç-ха!
Учительница çав сасса тÿрех палласа илчĕ пулас.
— Ан хăрăр, хĕрсем, Петрухха мар ку, ман пата хуларан килнĕ!— терĕ те вăл, часрах лампа çутса çенĕкелле чупса тухрĕ. Тепĕр çур минутранах унпа пĕрле пÿрте икĕ йĕкĕт кĕрсе тăчĕç. Иккĕшĕ те питĕ çамрăк, уссийĕсем те шăтайман пулмалла-ха. Çав тери кăмăла каймалласкерсем. Иккĕшĕ те пĕр пек тумланнă — хура сăран пишнаксемпе, сăран карттуссемпе, хура галифе-пе, атăпа. Пиçиххисем çинче—кобурасем, пĕрин, унсăр пуçне тата, кĕске йĕтĕр евĕрлĕ тăрăхла çутă япала çакăнса тăрать. Вăл мĕн иккенне эпĕ кайран тин ыйтса пĕлтĕм — алăпа ывăтмалли граната пулнă-мĕн.
— Ырă каç пултăр пурне те!—терĕ йĕкĕтсенчен пĕри, хурараххи.
— Салам, хĕрупраç! Чăрмантартăмăр-ха сире, каçарăр,— терĕ тепри, пуринчен ытларах Хреçукпа иксĕмĕр çине пăхса.
— Салам, Коля, салам, Павлуша!—терĕ те вĕсене хирĕç Вероника питĕ хавассăн, иккĕшинне те аллисене тыта-тыта чăмăртарĕ.— Мĕнле килме пĕлтĕр капла? Мĕн çăмăлпа? Хывăнăр, иртсе ларăр-ха малалла! Шăнман-и эсир? Тен, тимĕр кăмака хутса ярас? Хырă-мусем те выçă пуль-ха, çапла-и?
— Ăшши кирлех мар, анчах хырăмсем пирки тĕрĕс каларăн эсĕ, Ника,— терĕ Коля ятли, хурараххи.— Иртенпе пирĕн çăварта пĕр тĕпренчĕк те пулман. Уçă сывлăшпа çеç тăранса пурăнатпăр паян.
— Халех! Халех яшка ăшăтатăп, паранкă ăшала-тăп… Пуян пурăнатăп вĕт, манăн пĕр стакан кантăр çăвĕ те пур!— кулса илчĕ Вероника.
— Кантăр çăвĕ темех мар-ха вăл, ун вырăнне пĕр черкке спирт пулсанччĕ… Вăт мухтавăмăр вара сана!— пĕтĕм кĕлеткипе çÿçенсе, аллисене хире-хирĕç сăтăркаласа илчĕ Павлуша тени.
— Ун пек тавар таймастăп çав,— терĕ Вероника.
— Юри шÿтлет вăл, хăй ăна ĕмĕрне те сыпса курман, ятне темле кĕнекере вуланă çеç,— терĕ Коля.— Уншăн пулсан чи юратнă эрех—варени! Анчах ăна та питех çимен пулмалла…
Вероника вучах умĕнче хыпкаланма тытăнчĕ, хăй çав вăхăтрах çак каччăсемпе вĕçĕмсĕр калаçрĕ.
— Аçта çÿрерĕр вара кун пек? Аçтан килтĕр? Каллех дезертирсене йĕрлесе çÿретĕр пуль?
— Дезертирсем кăна мар, шултрараххисем те пулаççĕ,— терĕ Павлуша.— Мĕн тăвас тетĕн, пирĕн ĕçĕ çавăн пек…
— Каллĕ-маллĕ шутласа пăхсан, тĕлĕнсех каймалла çав,— пуçне сулкаласа илчĕ Вероника.—Нумай та пулмасть шкулта партăсем хушшинче учитель ăнсăртран доска умне чĕнесрен шикленсе лараттăмăр. Пере-менăсем вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе çапăçаттăмăр…
— Çав хушăрах пĕр-пĕрин патне юрату записки-сем çыраттăмăр,— куларах хушса хучĕ Коля.
— Вăл та пулнă! Анчах халĕ акă — хамăршăн хамăр хуçасем. Мăн çынсем! Эп авă хамран ик-виçĕ хут аслăрах çынсене вĕрентетĕп, эсир Шерлок Холмссем пулса тăтăр…
— Йăнăшатăн, Нина, Шерлок Холмссем мар эпир,— терĕ ăна хирĕç Павлуша, пÿрнипе юнаса.— Лешĕ вăл буржуйсен укçалла ĕçлекен сыщикĕ, частнăй детектив пулнă, пĕтĕм талантне капиталистсене сутнă. Эпир — чекистсем, ĕççыннисен интересĕсене сыхлатпăр, пире пролетари диктатурин хĕçĕ теççĕ…
— Пĕлмен. Тавтапуç, Павлуша, лекци вуласа панăшăн…— кăмăллăн кулса илчĕ Вероника.— Анчах, темле пулсан та, эсир пурĕпĕр сыпăксем вĕт-ха. Тĕрлĕрен вăрăсене, дезертирсене, бандитсене йĕр-йĕрлесе çÿретĕр, засадăсенче ларатăр, хăвалатăр, кирлех пулсан—вĕсене йĕретĕр, сире хăвăра та переççĕ… Çапла-и?
— Çапла. Сыпăксем. Анчах та — совет сыпăкĕсем, çавна манма юрамасть.
— Юрĕ, манмăп,— татах кулса илчĕ Вероника.— Ну, куçса ларăр сĕтел çывăхнерех, манăн хаклă… Шерлок Холмссем!
Йĕкĕтсем каçса кайсах çиме тытăнчĕç, анчах калаçу пĕр самантлăха та чарăнмарĕ. Вĕсем виççĕшĕ те шкулта пĕрле вĕреннĕ иккен те, халĕ хăйсен тĕрлĕ çĕрелле саланнă тус-юлташĕсене йĕркипе аса илсе ларчĕç. Вĕсен тантăшĕсенчен пĕрисем комсомол мобили-зацийĕпе фронта кайнă иккен, хăшĕсем аманма та ĕлкĕрнĕ, иккĕш пирки хыпар та çук мĕн; темле Рита, купец хĕрĕ пулнăскер, уесри военкоматра ĕçлекен хĕрĕх-ри çынна качча тухнă, анчах ун упăшкине ик эрнеренех персе пăрахнă, вăл патша вăхăтĕнче революционерсене йĕрлесе сутакан çын пулнă иккен — охранкăра ĕçленĕ; хăшĕсем, Вероника пек, комсомол хуш-нипех, ялсене учитель пулса кайнă, кусем ак, Кольăпа Павлуша, чекара ĕçлеççĕ…
— Çапах та сирĕн ĕç хăрушă вĕт-ха,—терĕ Вероника.— Сире тăшмансем хуть те ăçта та вăрттăн, çурăмран пеме пултараççĕ. Вăрçăра хуть тăшман ăçта пулни паллă — вăл малта, сан умăнта, анчах сирĕн — пур çĕрте те…
— Эсĕ мĕн, пире çак ĕçе пăрахса пĕр-пĕр канцеля-рине пиеаре кĕме ÿкĕтлеместĕн пулĕ те?—куларах ыйтрĕ Коля.
— Çук, уншăн мар, хăвăршăн пăшăрханнипе çеç калатăп,— терĕ Вероника.— Юрататăп-çке эпĕ сире иксĕре те, хĕрхенетĕп…
— Хальхи вăхăтра хĕрхеннипе нумаях малалла каяймăн, Ника. Хăвах пĕлетĕн, çĕршывра халь калама çук вăйлă кĕрешÿ пырать. «Кам-кама?»—тетпĕр. Пирĕн тăшмансем ним умĕнче те чарăнса тăмаççĕ. Виçĕмçул вĕсем Ленина вĕлерме тăчĕç пулать те!.. Ыттисем çинчен каламастăп та ĕнтĕ. Пирĕн чи шанчăклă, чи лайăх çынсене пĕтереççĕ… Халь те сахал мар пирĕн тăшмансем, нумайăшне тытрăмăр пулин те… Пытанса пурăнаççĕ, пире хирĕç вăрттăн ĕçлеççĕ. Хĕрхенес-тăвас-си çук вара вĕсен. Тискерлĕх енчен вĕсем хуть те мĕнле тискер кайăкран та ирттереççĕ. Пирĕн çынсене кĕтес хыçĕнчен персе вĕлерни, кил-çурчĕсене çунтарса яни çеç мар, чĕрĕллех сăмси-хăлхисене çĕçĕпе касса илни те, кĕлеткисене вутă татмалли пăчкăсемпе касса татни те, вутта пăрахса çунтарнисем те пулнă. Эпир ун пек тискерленместпĕр вĕт…
— Çавăн пек çав, Ника,— терĕ Павлуша, юлташĕ калаçма чарăнсан.—Пирĕн пирки пăшăрханнăшăн пысăк спаççипă сана, анчах шухăшласа пăх-ха: эпир Кольăпа иксĕмĕр хамăра комсомол шанса панă ĕçе пăрахсан, тепри пăрахсан— мĕн пулса тухĕ? Контрă-семпе кам кĕрешĕ? Халăха лăпкăн пурăнма паман бандитсене, Совет влаçне хирĕç пăлхавсем пуçласа яма хăтланакансене кам тытĕ? Пĕтетпĕр вĕт вара! Ăнланатăн-и çавна, хитре пике?
— Паллах, ăнланатăп… Питĕ лайăх ăнланатăп…— пуçне сулса илчĕ Вероника.
— Ĕçĕ çăмăл мар ĕнтĕ пирĕн, ку тĕрĕс. Фронтра
выçăллă-тутăллă çапăçакансене çăмăл-им тата? Пурне те йывăр. Анчах пур тăшмансене те тĕп тăвиччен тÿсес пулать.
— Тÿсес пулать çав, ним тума та çук…
Вероника йĕкĕтсене чейникрен вĕри шыв ярса пачĕ.
— Çапах та, каламарăрнçке эсир: ăçтан килсе кĕтĕр халь? Тÿрех хуларан-и?—ыйтрĕ вăл унтан.
— Çук, эпир хуларан тухни виçĕ кун ĕнтĕ,— терĕ Коля.—Сана калама юрать: Ваçкассинче пĕр дезертир пур, ĕлĕк лаша вăрри пулнăскер. Халĕ те çавăнпах хăтланать. Хăйсен ялĕсене тивмест, аякка çÿрет. По-мощникĕсем те пур унăн. Ниепле те тытаймастăр. Вăйлă конспиратор. Килне пыра-пыра каять, тет, вăл. Халь çавна сыхласа пурăнтăмăр та, усси пулмарĕ. Аяккарах кайнă курăнать. Е эпир пынине сиснĕ… Анчах ку нимех те мар-ха, пурпĕр лекет вăл пирĕн алла!
— Ваçкасси тени чылай инçетре-çке, кунта мĕнле çаврăнса кĕтĕр тата? Çула майлă та мар…
— Сана курас килчĕ, çавăнпа çултан сакăр çухрăм пăрăнса кĕтĕмĕр,— кулса илчĕ Павлуша.
— Суйсан ăна ĕненмеллерех суяс пулать, тусăм!— кулчĕ Вероника.
— Суйнине сисетĕн пулсан, чăннипе калам эппин,— тарăннăн сывласа ячĕ Коля.— Çак сирĕн Вăр-манкасра пирĕн пĕр çынна курмалла…
— Мĕнле çынна?
Коля тÿрех ответ памарĕ, Хреçукпа ман çинелле пăхса илчĕ.
— Вĕсенчен ан шиклен, шанчăклă хĕрачасем, сăмах кăларас çук,— терĕ Вероника, Коля мĕншĕн чарăнса тăнине ăнланса.
— Кузьмин, Петр Кузьмич…
— Кузьмин…—Вероника пирĕн еннелле çаврăнса ларчĕ.— Хайхи Петрухха вĕт-ха вăл? Леш «кăркка аçи», паян ахăраканни!
— Çавă,— терĕм эпĕ,— Каçăр Куçма ывăлĕ…
— Пур ун пек çын, пур, каласа памалла мар ирсĕр этем!— Вероника тÿрех пăлханса кайрĕ.— Хăйне пĕрмай Хĕрлĕ Çар командирĕ тесе кăшкăрса çÿрет, анчах хăй вара…
— Мĕн?
— Тискер кайăк!
— Çавăн пек пулмалла та вăл.
— Ун пирки сас-хура пур-им сирĕн патра? Кам вара вăл? Мĕншĕн килте пурăнать тата? Малтан отпуска килнĕ, терĕç…
— Нимĕнле командир та мар. Дезертир. Уголовник. Çарта кĕпе-тумтир складĕнче ĕçленĕ, штабра ларакан тепĕр подлецпа калаçса татăлса çар япалисене путса пурăннă. Хăйсем лекес патне çитсен, суя доку-ментсем туса тухса тарнă. Юлташĕ штабра ĕçленипе, хăйсен килти адресĕсене те пĕтерсе хунă. Анчах юлташĕ темле майпа лекнĕ… Вара çак сирĕн Кузьмин йĕрĕ те палăрнă… Халь пирĕн курас пулать ăна…
— Курсан вара?— хăрарах ыйтрĕ Вероника.
— Паллах, килти çемçе тÿшек çинче выртса пурăнасси пĕтет. Вăрçă вăхăтĕнчи саккунсем ун пеккисене питех ачашламаççĕ…
— А-ав епле иккен! Анчах кунта ăна пурте пысăк çын вырăнне хисеплеççĕ, хăраççĕ унтан…
— Çавăн пек çав. Никама курăниччен малтан санран ыйтса пĕлес терĕмĕр. Эс ăçтарах пурăннине ял хĕрринчи пĕр киле кĕрсе пĕлтĕмĕр.
— Апла пулсан, итлĕр ун çинчен…
Вероника ассăн сывласа илчĕ те Петрухха пирки йĕркипе каласа пама тытăнчĕ. Хуларан килнĕ йĕкĕтсем ăна пĕр пÿлмесĕр итлерĕç. Коля тени кĕсйинчен пĕчĕк кĕнекепе кăранташ кăларса кăшт-кашт çыркаласа ларчĕ. Хăй хытă шухăшларĕ пулмалла, çамки тирне лĕркелентерчĕ.
— Ял Совет председателĕ килтех-ши?— ыйтрĕ вăл, Вероника каласа пĕтерсен йывăррăн сывласа ярса.
— Килтех пулма кирлĕ. Кунĕпех милицисемпе пĕрле пулчĕ. Лешсем те кайман пулĕ-ха.
— Апла пулсан, эсир хăшĕ те пулин халех пире ун патне ăсатăр. Ĕçе унпа пĕрле тăвас пулать.
Хамах ертсе каятăп,— терĕ ăна хирĕç Вероника. Хăй çавăнтах тумланма тытăнчĕ…
Çур минутранах вĕсем васкаса тухса кайрĕç.
Киле Вероника ир енне тин таврăнчĕ.
— Мĕнле? Петруххи тарман-и? Тытрĕç-и?—ыйтрăмăр унран Хреçукпа иксĕмĕр пĕр харăсах.
— Пулчĕ,— терĕ вăл.
— Хирĕç тăмарĕ-и? Унăн пăшал та пур пуль-ха.
— Тархасшăн ним те ан ыйтăр, хĕрсем. Пĕр вăй та çук, куçсем хупăнсах лараççĕ…
Вăл хывăнмасăрах кравать çине выртрĕ те самантранах вилнĕ пек çывăрса кайрĕ.
Тепĕр кунне каласа пачĕ вара: Каçăр Куçма патне вĕсем саккăрăн кайнă — ял Совет председателĕпе секретарĕ, çав кун вулăса тухса каяйманнипе секретарь патĕнчех çывăрнă икĕ милиционер (ку питĕ лайăх пулнă-ха!), Матви арăмĕ Елькка (ăна вăл ял Совет членĕ пулнипе чĕнсе тухнă), Вероника тата леш хула йĕкĕчĕсем. Петруххасен тĕлне çитсен, вĕсен чÿречинчен малтан Васили Петрович шакканă: «Ĕç пур»,— тенĕ. Каçăр Куçма малтанах уçасшăн пулман, çапах та Васили Петрович уçтарнă ăна. Кусем пÿрте кĕнĕ чух Петрухха ним сисми çывăрнă — кăнтăрла урамра ахăрса çÿренĕ хыççăн каçхине эрех персе лартнă. Аиа силле-силле, питĕнчен сив шывпа сапса вăраткаланă. Хуларисем тÿрех хăйне арестлени çинчен каланă. Ку вара, хăй лекнине ăнланса, епресе кайнă, хирĕç нимĕнех те калайман. Темле документсем кăтарткаланă, анчах çамрăк чекистсем вĕсене вуласа та тăман…
Унтан ухтарма тытăннă. Çартан вăрласа килнĕ хаклă япаласем тупнă — пĕр тĕрке симĕс пустав, çĕр аршăн патне катанпир, темиçе мăшăр сăран атă, виçĕ çĕнĕ шинель, тата темтепĕр… Мĕнле майпа илсе çитернĕ вăл çав пĕтĕм пурлăха, тур пĕлет!
Килтен илсе тухас умĕн Петрухха макăрса ячĕ, тет. Çапах та Васили Петровичпа Вероникăна юнаса хăварма вăй çитернĕ:
— Тăхтăр-ха, сирĕн те юнлă куççулĕпе макăрмалли вăхăт çитĕ!— тесе каларĕ, тет, чышкипе юнаса…
10
…Ялти пурнăç хăй майĕпе пычĕ. Тек ытлашши нимех те пулмарĕ. Ликпункта çынсем çура тухичченех, уйри-пахчари ĕçсем пуçланичченех çÿрерĕç, алла ĕмĕрне пĕр кĕнеке, хут-кăранташ тытса курман хĕрĕх-аллă çулалла сулăннă çынсемех нумайăшĕ сăмахсене сыпăкăн-сыпăкăн хушса та пулин вулакан, чалăш-тĕлĕш саспаллисемпе çыракан пулчĕç.
Çамрăксене темиçе хут та пуха-пуха ăнлантарнă хыççăн (вăл пухусене ирттерме уесран та, вулăсран та пыра-пыра кайрĕç) пĕр вунă-вуникĕ çын комсомола кĕме килĕшрĕç, вара пирĕн ялта ячейка та пулчĕ.
Эпир те Хреçукпа иксĕмĕр комсомолкăсем пулса тăтăмăр. Уншăн пире тиркенисем сахал мар пулчĕç, анчах эпир ăна хăлхана питех чикмерĕмĕр. Эпир малалла вĕренес ĕмĕтпе пурăннă-çке.
Чиркÿ çаплах хупăнса тăчĕ-ха. Мункун каç — вăл шăпах тата майăн пĕрремĕшĕн пĕрле килчĕ—эпир хайхи пуп çуртĕнчен тунă клубра «Вăхăтсăр вилĕм» спектакль лартрăмăр, халăх питĕ нумай пухăнчĕ, ларма-тăма та вырăн çукчĕ. Верук рольне Вероника вылярĕ —çав тери ăста, чăн-чăн артистка пек! Хĕрарăмсем, пуринчен ытла салтак арăмĕсем, йăлт макăрса пĕтрĕç вăл вылянине пăхнă май. Вĕсене хăйсен пурнăçĕ, хăйсен çавăн пек телейсĕр çамрăклăхĕ аса килчĕ пулмалла çав…
Спектакль пĕтсен, питĕ хытă алă çупрĕç; Васили Петрович, хăйĕн çĕнĕ арăмĕпе — Ельккапа (вĕсем пĕр-лешрĕçех вĕт) юнашар малти ретре ларнăскер, сцена пекки çине хăпарса тăрсах пĕтĕм ял-йыш ячĕпе тав турĕ пире.
— Час-часрах лартса парăр халăха çакăн пек театрсем! Хулари пек культурнă пурăнма пуçлас пулать!— терĕ вăл.
Унтан эпир таптарăмăр…
Виçĕ çул ялта купăс сасси пулманччĕ. Халĕ шăпах Тимĕрç Арçенттийĕ вăрçăран урине амантса таврăнчĕ те тахçантанпах тусанланса выртнă купăсне клуба çĕклесе пычĕ…
Ташшине те Вероника пуçласа пачĕ.
— Вырăсла калама пĕлетĕн-и?—тесе ыйтрĕ вăл малтан, купăсçă умне пырса.— Шăрантар-ха «барыня»!
Арçентти купăсне тăсса ячĕ, унăн пÿрнисем купăс тÿмисем тăрăх вĕлтĕр-вĕлтĕр чупса кайрĕç.
Эх, ташша ячĕ те вара Вероника!..
— Эсир алă çупса пулăшăр, хаваслăрах пулать мана!—кăшкăрчĕ хăй. Пурте шăпăрт-шăпăрт! алă çупма тытăнтăмăр…
Ĕмĕрне те шутлас çук Вероника ун пекех ăста ташлама пултарать тесе. Акăш пек çунатланса шуса каять, çав тери илемлĕн авăнса, хуçăлса та илет, алли семпе те унăн-кунăн сулкалать, вĕттĕн-вĕттĕн тăпăртатса та кăтартать…
Пĕр улт-çич минут хушши пуль пĕрре чарăнмасăр
ташларĕ, пурне те тĕлĕнтерчĕ çав! Ун хыççăн ялти çамрăксем те хăйсем пĕлнĕ пек ташла пуçларĕç…
Савăнăçлă иртрĕ мункунпа май каçĕ. Ун пекки нихçан та пулманччĕ пирĕн. Киле çур çĕр иртсен чылайран тин сулăнтăмăр. Вероника пире каллех хăй патне илсе кайрĕ.
— Ташласси хытă ташларăм та эпĕ, анчах темшĕн ăш вăркать-ха паян,— терĕ вăл.— Чĕре лăпкă мар… Те килте мĕн те пулин пулнă?
— Иртсе каять, ывăннă пирки вăл санăн,— терĕм эпĕ.
Эпир вăта урампа пырса сулахаялла каякан пра-лукалла пăрăнтăмăр. Унтан çырма урлă каçса çăл сукмакĕ тăрăх сăрталла хăпарма пуçларăмăр. Хреçук, çивĕчокер, яланхи пекех малта пырать, эп ун хыççăн, Вероника — ман хыççăн. Ялта çав тери шăп, пĕр сас-чĕвĕ те çук. Таçта, тури касра, пĕр-икĕ хутчен пĕччен йытă вĕрсе илчĕ çеç…
Çав шăплăхра сасартăк пăшал сасси янраса кайрĕ, Аçа çапнă пек.
— А-ай!—кăшкăрчĕ ман хыçра Вероника. Эпĕ каялла çаврăнса пăхнă чух вăл сулăнса кайса ÿке пуçланăччĕ ĕнтĕ.
— Верук! Верук!— кăшкăрса куклентĕм ун патне.
Хреçук та иккĕ сиксех çитсе кукленчĕ.
— Верук!..
— Эс чĕрĕ-и? Вилмен-и? Верук!..
— Сас парсам!
Вероника тем калама тăчĕ пулас, анчах сасси тухмарĕ. Ун пырĕнче темскер лăкăртатса илчĕ çеç. Вăл малалла тирĕнсе кайнипе ÿппĕн выртатчĕ те, эпир ăна çурăмĕ çине çавăрса хутăмăр, куçĕсем хупăччĕ унăн. Сăмсинчен, çăварĕнчен юн юхать…
Эпир ним тума пĕлмерĕмĕр, йăлт çухалса кайрăмăр.
— Часрах çынсене чĕнес пулать!— терĕм Хреçука.
Вăл сиксе тăчĕ те хăрушла кăшкăрма тытăнчĕ:
— Краву-ул! Краву-ул! Пулăшă-ăр!.. Килĕ-ĕр!..
Хреçук çапла кăшкăрни каçхи шăплăхра таçта çитиех янăраса кайрĕ. Анчах ку енчи çынсенчен хăшĕсем унсăрах, хăйсен çывăхĕнче пăшал сасси кĕрслетсе илсенех урама сике-сике тухнă. Вĕсем ăçта мĕн пулнине пĕлмен çеç. Хреçук кăшкăрса чĕнсен вара пĕрин
хыççăн тепри чупса пыра пуçларĕç. Чăн малтан Улай Хветькин арăмĕ Алтатти лăплантарса çитрĕ.
— Мĕн пулнă? Кама?— хыттăн ыйтрĕ вăл мăн сассипе.
— Учительницăна вĕлерчĕç…— кăшкăрса макăрса ятăм эпĕ.
— Кам? Кам шуйттанĕ?!
— Аçтан пĕлĕр-ха эпир…
— Тен, вилмен-ха вăл? Хăвăртрах суранне тупса çыхас пулать. Тытăр часрах, килне йăтса каяр…
Эпир Вероникăна пĕр вунă метр йăтса кайнă тĕле сахалтан та аллă çын пухăнчĕ. Ним майсăр шăв-шав пуçланса кайрĕ. Çынсем ахлатрĕç, ылханчĕç, такама вăрçрĕç. Пĕрисем часрах Совет председателĕпе секретарьне, теприсем ватă учительница Евдокия Захаровна патне чупрĕç.
— Унăн яланах тĕрлĕ эмелсем пулаканччĕ,— терĕ тахăшĕ.
— Эмел — мĕн вăл? Больницăна илсе каяс пулать!—кăшкăрчĕ тахăшĕ ăна хирĕç.
— Юрамасть! Çул çинче юн кайнипе вилсе те кайĕ, тухтăрне кунта илсе килмелле!
Вероника вилнĕ пекех выртрĕ. Эпир унăн пиншакĕпе кофтисене хыврăмăр. Пуля сылтăм хул калакĕ айĕнчен кĕрсе витĕрех тухса кайнă иккен. Унтан та кунтан юн сăрхăнать…
Васили Петровичпа, ял Совет секретарĕ Энтри Микулипе пĕрле Евдокия Захаровна чупса пычĕ. Эпир Вероника суранĕсене çыхкаласа ярсаттăмăр, ватă учительница ăна салтса, суранĕсене йодпа сĕрсе, тепĕр хут çыхрĕ.
— Юрать-ха чĕри енчен тивмен…—терĕ вăл.
— Сывалма пултарать-ши? Вилмест-ши?
— Кам пĕлет, кам пĕлет… Эп тухтăр мар вĕт…
Унăн питçăмартисем тăрăх шултра куççулĕсем юха-
юха анчĕç. Васили Петрович хăйĕн секретарьне халех, çак самантрах хулана кайма хушрĕ.
— Верук амăшĕ патне кай. Хăйпе пĕрле тухтăр, эмел, çыхмалли, мĕн кирлĕ — пĕтĕмпех илсе килтĕр. Амăшĕ пуçтарăннă хушăра милици начальникĕ патне кĕрсе тух… Хăвăртрах çÿре, лашине ан хĕрхен!
Эпир Евдокия Захаровнăпа пĕрле Вероника выртакан кравать çумĕнчех лартăмăр. Вăл калама çук асап-
лăнчă. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе ним пĕлми выртрĕ, аран сывларĕ. ÿсĕрсен унăн çăварĕнчен каллех юн тухрĕ. Тăна кĕрсен, вăл çине-çинех шыв ыйтрĕ, анчах Евдокия Захаровна ăна çăвар ăшчиккине çеç йĕпеттерчĕ.
— Шыв юрамасть пуль сана… Тÿскеле тухтăрсем киличчен, вĕсем мĕн калĕç…
— Аш хыпатъ… çунсах тухать…— пăшăлтатрĕ Вероника, йывăррăн сывласа. Вăл мĕнле асапланнине курса, эпир Хреçукпа иксĕмĕр ÿлесех макăртăмăр, Елыкка та пирĕнпех пулчĕ. Вăл та сасăпах макăрса ярасран тутине пăчăртаса, пĕрмай куçĕсене шăлкаласа тăчĕ.
— Кам-ши? Кам эсрелĕ хăтланчĕ-ши?! Вăл çынна тытсан, эп унăн куçĕсене чавса кăларăттăм, хам алăпа пăвса пăрахăттăм…
Çурхи ăшă хĕвел каçалла сулăнсан, Энтри Микули Вероника амăшĕпе тепĕр хĕрарăма илсе çитерчĕ. Пире пурне те пÿртрен тухма хушрĕç, анчах эпир аякках каймарăмăр, тухтăр мĕн каласса кĕтрĕмĕр. Унтан тухтăр крыльца çине тухрĕ те лăпкăн кăна çапла пĕлтерчĕ:
— Ан пăшăрханăр, хĕрсем… Вилмест сирĕн учительница, сывалать! Пулькки витĕрех тухса кайнă, ку лайăх вăл. Шалта юлнă пулсан кансĕртерех пулатчĕ…
Эпир савăннипе, чун çăмăлланнипе хаш та хаш сывласа ятăмăр.
— Çапла, тăванăмсем, сывататпăр Вероникăна, пурăнать вăл!
Пирĕншĕн кунтан ырă хыпар пулма та пултарайман çав…
Тепĕр виçĕ кунтан амăшĕ Вероникăна хулана илсе кайрĕ. Эпир ăна урапа çине тĕк тÿшек, минтерсем хурса вырттартăмăр. Вăл халь калаçатчĕ ĕнтĕ, куçĕсем те чиперех пăхатчĕç. Ăсатнă чух хуллен кăна пулам пекки те турĕ вăл.
— Сыв пулăр, хĕрачасем… Тавтапуç сире ман пурнăçа çăлнăшăн, эсир пулмасан пĕтеттĕм эпĕ…
— Хăвна, хăвна тавтапуç пирĕнпе лайăх пурăннăшăн, пире вĕрентнĕшĕн, ăс панăшăн!
— Сывалса çитсенех тавăрăн!
— Кĕтсех пурăнатпăр сана!..— терĕмĕр эпир, пĕрпĕрне пÿлсе. Хамăрăн куççулĕсем шăпăртатрĕç…
— Таврăнатăп, епле пулсан та килетĕп,— куçне хупа-хупа илчĕ Вероника.— Эсир халь маншăн чи хаклă çынсем вĕт…
Анчах вăл таврăнмарĕ. Урăх кураймарăмăр ăна эпир. Çулла çăвĕпех чирлесе пурăннă, час сывалаймăннипе амăшĕ ăна Хусана, профессорсем патне илсе кайнă, терĕç. Унтан, граждан вăрçи пĕтсен, Çĕпĕрти тахăш хулана пурăнма куçнă,— ашшĕ унта ĕçлеме юлнă, тет. Çапах та эпир ăна асăнман кун та пулман пулĕ çав. Пирĕншĕн вăл çав çулсенче кĕрхи хура пĕлĕтсем хыçĕнчен ярăнса тухса пĕтĕм тавралăха çутатнă хĕвел пайăрки пекех пулнă-çке-ха…
Нумай, нумай çулсем шуса иртрĕç çавăн хыççăн. Тем те пулчĕ çут тĕнчере. Хамăр çĕршывра та калама çук пысăк улшăнусем пулчĕç. Эпир хамăр та улшăн-тăмăр. Эпĕ, ликпункт хыççăн хам тĕллĕн вĕренкелесех, совпартшкула кайса кĕтĕм. Йывăрччĕ вĕренме, анчах çĕрĕ-çĕрĕпе тенĕ пек кĕнекесемпе ларни ахаль пулмарĕ, чиперех вĕренсе тухрăм. Унтан чылай хушă партин вулăс комитетĕнче, уес комитетĕнче, райиополкомра. профсоюзра ĕçлерĕм. Шупашкарта пединститут уçăлман, çамрăках мар пулин те, каллех вĕренме кайрăм. Ун хыççăн вара — пĕрмай шкулта. Вăрçă вăхăтĕнче вăтам шкул директорĕ туса хучĕç…
Упăшкам —вăл та учительччĕ—вăрçăран таврăнмарĕ, виç ачана пĕчченех ÿстерме тиврĕ. Çапах та çын турăм вĕсене, хĕрачисем хам пекех пединститут пĕтерчĕç, ывăлĕ çар шкулĕнче вĕренсе офицера тухрĕ, артиллерист пулчĕ. Мăнуксем те пиллĕк тан манăн халь. Ÿпкелемелли çук. Анчах та ку сăмах майĕн кăна-ха.
Пĕр-икĕ çул каялла, çуркунне, вĕренÿ çулĕ пĕтсенех, пире, шкул директорĕсемпе вĕренÿ пайĕн заведующи-йĕсене, Шупашкара семинара чĕнчĕç. Ну, кайрăмăр ĕнтĕ. Пире семинар программине валеçсе пачĕç. Типо-графинчех пичетленĕччĕ ăна. Вулатăп хайхи çакна… Лекцисем нумай пулмалла иккен. Тем çинчен те пур. Лекторĕсен хушамачĕсене те палăртнă. Вуласа пытăм-пытăм та пĕр хушамат тĕлĕнче чарăнтăм тăтăм. «Лек-торĕ — педагогика наукисен кандидачĕ В. А. Муравье-ва (Мускав, Педагогика наукисен академийĕ)» тесе çырнă…
«Муравьева, Муравьева…» Питĕ палланă хушамат-çке ку!
Инициалĕсем — «В. А.»
Неушлĕ çавă?! Муравьева Вероника Арсентьевна?! Вероника, пирĕн Верук, хула хĕрĕ, пире ликпунктра вĕрентекенни!..
Чĕре сиксе тухас пек тапма пуçларĕ. Тÿсеймерĕм, учительсен институчĕн директорĕ патне, унăн кабинетне ыйтмасăр-тумасăрах кĕрсе кайрăм.
— Калăр-ха тархасшăн, çак çын — кам вăл?— программа хучĕ çине тĕллесе кăтартрăм эпĕ.— Килсе çитнĕ-и вăл Мускавран? Халь Шупашкартах-и? Курасчĕ ман ăна!— терĕм хыпаланса.
— Мĕн тума пит васкавлă кирлĕ пулчĕ вара вăл сире?— ыйтрĕ директор, темшĕн йăл та йăл кулса илсе.
— Ах, калама та пĕлместĕп… Кирлĕ вăл мана, кирлĕ!— тата ытларах пăлханса хуравларăм ăна.
— Ун пекех кирлĕ пулсан — акă вăл, Вероника Арсентьевна, кунтах ларать. Паллашăр тархасшăн…
Стена çумĕнчи диван çинче темле хĕрарăм хаçат вуласа ларать-мĕн, эп ăна асăрхаман та, пăхман та ун çине. Тĕрĕссипе унăн сăнĕ те курăнмастчĕ, вăл хаçатпа хупласа ларнăччĕ. Халĕ, хăйĕн ятне асăннине илтсен, вăл хаçата аяккалла сирсе хучĕ. Эп ăна тÿрех палласа илтĕм. Нумай улшăннă, ватăлнă, çÿçĕсем кăвакарнă пулин те, палларăм! Вăл та ман çине темиçе самант хушши пăхсанах мана палласа илчĕ.
— Вероника!— шариех кăшкăрса ятăм эпĕ.
— Мари! Маруçа!..
Эпир пĕр-пĕрне хирĕç ыткăнса ыталантăмăр. Чуптума тытăнтăмăр. Унăн та, манăн та куççулĕсем шăпăртатса анчĕç…
— Хĕрĕх çул!.. Хĕрĕх çул ытла…— пăшăлтатрĕ Вероника, мана çурăмран лăпкаса.— Епле телей. Ансăртран сиксе тухнă, кĕтмен телей… Тĕлĕнсе вилсех каймалла!..
…Кайран эпир унпа пилĕк каç гостиницăра пĕр номерте пултăмăр. Эпир мĕн-мĕн калаçнине, пĕр-пĕрин пирки мĕн-мĕн ыйтса пĕлнине çырса кăтартас пулсан, вăл пĕр пысăк кĕнекене те шăнăçас çук.