Геннадий Айхи – Тупа


Ман çакă сăмахăм — ылхан та тупа.

Тухать çамрăк сассăм чĕре тĕпĕнчен…

Шыв пек юхса иртрĕç кунсем унтанпа,

Нумайăш çухалчĕç хăйсен шавĕнче.

 

Анчах пĕр куна, пĕр синкерлĕ куна

Манма пултараймăп нихçан, ĕмĕрне:

Çав кун вут хыптарчĕ ман лăпкă чуна,

Телейĕме вăрчĕ куççулĕ ăшне.

 

….Çил урнăн улатчĕ ула урамра,

Йĕрсе тулашмашкăн сăлтав пулнă ун:

Чăтма йывăр хурлăх нумай кăкăра,

Нумай чĕрене тăрмаланă çав кун.

 

Чуна çитсе çапрĕ куççуллĕ хыпар:

Етре касса татнă атте пурнăçне…

Виç тăлăх эпир… Виç кăтра пуç çине

Хаяр, шелсĕр вилĕм пăрахрĕ кăвар.

 

Тин çеç тĕвĕленнĕ çемçе папкасем —

Ларатпăр анне çумĕнче тĕршĕнсе.

Тăватă чунра халь тапать пĕр чĕре:

Инкек уйрăлми пĕрлештерчĕ пире.

 

Эп пăхрăм чĕнмесĕр анне куçĕнчен, —

Ялан вĕсем ырăччĕ — çĕмĕрт куçсем!

Халь хурлăхăн сĕмĕ чĕтрет вĕсенче,

Нихçан çак сĕмрен тасалаймĕç вĕсем…

 

…Чăмаççĕ кунсем ĕмĕрхи авăрне…

Анчах та иртни шав тухать-ха ума,

Çĕршывшăн пуç хунă салтак тăприне

Саркайăк иленнĕ нумай та пулмасть;

 

Куççуль типеймен-ха анне куçĕнче,

Иртни чĕрине пăта пек тăрăнать, —

Такамăн алли ман анне çумĕнчен

Халь ун ывăлне уйăрма талпăнать!..

 

«Мир пултăр»,— тееççĕ, ав, халь тĕнчипех…

Шăв-шавсăр сунатăп çавнах килйышпа.

Çĕршывшăн пуç хунă салтак тăприпе

Çакна астумашкăн тăватăп — тупа.

1951

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s