Căвă / Ытарлă Сан пит-куçу çунса тăрать ][ Геннадий Айхи 13/07/201606/09/2016 Victor77Комментари хăварас Сан пит-куçу çунса тăрать, — Эс пит вĕри иккен! Сан питÿпе хам кăкăра Ăшăтайма пĕлсен… Вĕри-вĕри илемÿпе Чуна хăват парса, Ана кунçулăн тăршшипе Упрасчĕ ăшăтса!.. 1952 Related