Сан пит-куçу çунса тăрать ][ Геннадий Айхи

Сан пит-куçу çунса тăрать, —
Эс пит вĕри иккен!
Сан питÿпе хам кăкăра
Ăшăтайма пĕлсен…

Вĕри-вĕри илемÿпе
Чуна хăват парса,
Ана кунçулăн тăршшипе
Упрасчĕ ăшăтса!..

1952

Пилхе Хакан

Кăвак Тĕрĕк халăх çырăвĕ

Пирĕн эрăчченхи 1-мĕш ĕмĕртен пуçласа пирĕн эрăн 9-мĕш ĕмĕрчченхи тапхăр. Тĕрлĕрен палăксем çинче тĕрĕкле çырнă текстсем пур. Чăвашсемпе тÿррĕн çыхăнтарма пулаканнисем çуккине кура ăсчахсем чĕлхе тĕлĕшĕнчен пирĕнпе пĕр пекрех халăхсен литературине тишкереççĕ…  Тĕплĕнрех →


Пилхе Хакан Асăну çырăвĕ 735-мĕш çулта чиксе лартнă юпа çинче сыхланса юлнă. Юпан çÿллĕшĕ 3,8 метре, çыру 82 çаврăмран тăрать. Авалхи тĕрĕк тумхисене сылтăмран сулахаялла вуламалла. Турккăлла куçарнинсен çаврака скобкăрисем – ăнлантарусем, тăваткăл скобкăрисем – хушса çырнисем. … Çалкуçĕ →

Малаллине вулас