Салампи
Александр Артемьев
Роман 12+
Шупашкар — 1966
Тупмалли
Пĕрремĕш пайĕ
Хĕр ĕмĕрĕ хăналăх
Сивĕннĕ саламсем
Амăшĕн çĕр шухăш, хĕрĕн — пĕр шухăш
Икĕ хĕр
Иккĕмĕш пайĕ
“Салампи — саламлă ят”
Студентсем
Кĕрхи шăнасем
“Мама!”
Виççĕмĕш пайĕ
Ял-йыш
Сывалман сурансем
Йелтĕр йĕрĕ
Çамрăклăх
Тăваттăмĕш пайĕ
Салтак амăшĕ
Кил-йыш
Алмазов таврăнни
Автан çырми патĕнче
Тăваттăмĕш Пайĕ
Салтак Амăшĕ
Иккĕмĕш пайĕ
Виççĕмĕш пайĕ
Тăваттăмĕш пайĕ
Салтак амăшĕ
Кил-йыш
Алмазов таврăнни
Автан çырми патĕнче
Ыратать анне чĕри Хăй ачамĕшĕн.
Хурлăх, хурлăх çав тери Салтак амăшĕн.
П. Хусанкай.
Эй, салтак амăшĕ! Темиçе çул аслă çапăçу пынă чух çĕрлесерен çичшер вăранса пăшăрханнă аннемĕр, юнлă вăрçă хирĕнчи ачусене асăнса ура çинчех тĕлĕк курнă, Çавăк самантра та савăнаймасăр салтак-ывăлусене киле кĕтнĕ аннемĕр!
Тарăн та пысăк шыв пăтранмасть, теççĕ. Санăн чунчĕрÿ мĕнлерех тарăн-ши, мĕнлерех пысăк-ши? Ара çитнĕ ачусене вăрçа ăсатнă чух калани: “Эсир, çамрăксем, пирĕн тăпрамăра килсе таптăр; сирĕн тăпрăра пирĕн, ваттисен, таптамалла ан пултăрччĕ”, тени сарăмсăр сая кайнине пĕлсен, тĕнчене шăнăçайми хаяр хыпар сан чĕрÿне мĕнле шăнăçайрĕ-ши?
Эй, нихçан шăнми вĕресе тăракан Атăл куçĕ пек нихçан сывалми суранлă салтак амăшĕ! Ĕçре çуралса ĕçпе ĕмĕр ĕмĕрлен, куç хупсан та, виçĕ кунлăх ĕç хăваран аннемĕр! Эсĕ пуриншĕн те хĕвел пек ăшă, тарават пултăн: хĕл сиввинче фронтри ывăлусене мĕн пур пек ăшă япалусене парса тăтăн, çу ăшшинче хĕвелпе пĕрле ĕçе тухрăн, хĕвелпе пĕрле киле таврăнтăн, пĕр ывăлу пуç хурсан, ыттисемшĕн тăрăшрăн, çичĕ юта тĕп тума пулăшрăн. Çавăнпа иккен паттăр ывăлусем çĕршывăмăра Анне тесе хисеплеççĕ.
Тайма пуçăм сана, совет салтакĕн амăшĕ!
…Валерий амăшĕ, каçхи апат хатĕрлес тесе, сĕлĕ кĕлти çыхнă çĕртен иртерех таврăнчĕ те лаçра яшка çакса ячĕ, шурă çăка чĕресе çуса тасатса, ĕне сума ларчĕ. Çак самантра урам алăкĕ шалт! турĕ — кил картине Салампи ачи, сарă кăтра Валерик, чупса кĕчĕ.
—Асанне! Асанне! — кăшкăрса ячĕ вăл савăнса.— Папа килет! Папа салтакран килет!
Алăри сĕт чĕресĕ тÿнсе кайрĕ… Ниçта кайса кĕрейми савăннипе карчăкăн чĕлхи çĕтрĕ, ура вăйĕ пĕтсе килчĕ. Вăл вара çерем çине лĕнчĕр кукленсе ларчĕ.
Акă хапха яри уçăлчĕ те, Валерий кĕрсе тăчĕ. Ним каличчен вăл тăван кил-çурт çинелле ытарайми пăхса илчĕ, вара, хăй çуралнă киле таврăннине ĕненмен пекех:
—Анне, эсĕ-им ку? — терĕ.— Мĕнле ватăлса, шуралса кайнă иккен эсĕ! Чиперех-и? Коля ăçта?—текелесе, амăшĕ патнелле утрĕ. Пĕр аллине хăй чăматан, тепĕр аллине шинель хуçлатса тытнă; сăн ÿкерчĕк çинчи евĕрлех, пилоткине чалăш лартнă, гимнастеркă çухине тирпейлĕ тÿмеленĕ.
—Ывăлăм!—мĕн пур чун хавалĕпе кăшкăрса ячĕ амăшĕ, анчах сасси тухмарĕ, ларнă çĕртен тăма вăйĕ çитмерĕ.— Ывăлăм! Эсĕ таврăнасса пĕлсех тăтăм эпĕ… пурте сана вилнĕ теççĕ… сан ятпа пенси укçи те параççĕ… эпĕ çеç сана кĕтсе пурăнатăп… халичченех саншăн нÿхрепре юр-ай сăри усратăп… Ывăлăм!.. Савнă ывăлăм!
—Анне!
—Ывăлăм!—хăрăлтатса кăшкăрчĕ карчăк. Вăл хăйĕн çухалса пурăннă ачи патне ыткăнасшăнччĕ, анчах ун аллиурине тем хытарса лартрĕ, хускалма та памарĕ.— Савнă ывăлăм!
Валерий чăматанне çĕре лартрĕ те шинельне ун çине хучĕ, хăй амăшне алă памарĕ, ыталамарĕ, савăннипе ним
калама, ним тума пĕлмесĕр, карчăка сылтăм хулĕнчен силлеме пуçларĕ.
—Анне! Анне, тетĕп! Тăр-ха, ара!
…Карчăк ерипен куçне уçрĕ: вăл кил картинче мар, пÿртре вырăн çинче выртать иккен, ун умĕнче Валерий мар, Коля тăрать — çара уран, çара пуçăн, йÿле пилĕкĕн.
—Мĕн аташатăн, анне? Эсĕ мана каллех ыйхă тĕлĕшпе кăшкăрса вăратрăн.
—Валерие куртăм,— терĕ амăшĕ, тарлă çамкине кĕпе çаннипе шăлса.— Ирхи тĕлĕк яланах тĕрĕс пулаканччĕ. Мĕне пĕлтерет-ха ку тĕлĕк?
“Каллех тĕшмĕш кĕнекине уçрĕ ĕнтĕ”,— терĕ Коля хăй ăшĕнче, амăшĕн тĕлĕкĕсем çинчен илтсе йăлăхнăскер, вара пит çума лаç умне тухрĕ.
Ĕçлĕ кун пуçланчĕ.
Амăшĕ сурăхсене, ĕнене кĕтĕве кăларса ячĕ те купăста хуçма пахчана тухрĕ.
Ирхи садра сулхăн, кăкăра уçă, чуна ирĕк, шухăшлама аван: никам та чăрмантармасть. Кунти кашни кĕтес, кашни япала карчăка Валерий çинчен шухăшлаттарать.
Çулçăсем çинче сивĕ сывлăм шăрçа пек йăлтăртатать. Чие çырли тăкăнса пĕтнĕ пекех ĕнтĕ, юлашки юлнисене çерçи кĕтĕвĕ чĕвĕлтетсе шĕкĕлчет. Çĕмĕрт типсе пĕрĕннĕ: татса хума алă çитмерĕ… Валерий çĕмĕрт питĕ юрататчĕ… Пилеш пиçе пуçланă, палан та хĕрелет… Валерий палан куклине темшĕн юратмастчĕ. Акаци хутаçĕсем тулса çитнĕ те шарт та щарт! çурăлаççĕ, пăрçи аякка сирпĕнет… Ача чухне Валерий “акаци çурăлнинчен” тĕлĕнетчĕ… Антоновкă улми саралма тытăннă, тепĕр уйăхран татмалла пулать… Валерик юратнă улма… Хăмла ĕне чĕччи пысăкăш пулнă — сăтăрма вăхăт, ара, юр-ай сăрине çамрăклатас пулать: çын сăмахне ĕненме çук, тĕлĕк кăтартнă тăрăх, Валерий Çĕнĕ çулсем тĕлнелле килмелле пек… Каю ÿссе кайнă — паян çулса пăрахас тенĕччĕ, анчах бригадйр кантăр татма хушрĕ. Уя каяс пулать. Кантăр татасси — карчăк ĕçĕ, ал çемми. Килти ĕçе ĕлкĕрме пулĕ ăна кайран та.
Карчăк, аслă ывăлĕ çинчен таттисĕр шухăшласа, пĕр виçĕ çулçă купăста хуçса карта юпи çине хучĕ те çĕр улми тĕрĕслеме тытăнчĕ.
Кăçал çуркунне çумăр питĕ сайра çурĕ, çырмари шывсем те чăх утса каçмаллах типе-типе ларчĕç; çĕр улми час тытăнмарĕ, халĕ тин чечеке ларчĕ,— аякран пăхсан, анкарти хура тул ани евĕрлех шап-шурă курăнать. “Çĕр улми
чечекĕ ялан пилĕк юплĕ çалтăр пек”,— тетчĕ Валерий. Чăнах та, çаплах иккен. Карчăк çĕр улми чечекне, халиччен курманла, татсах пăхрĕ, унтан тымарне чакаласа тĕрĕслерĕ. Улми чăх çăмарти пысăкăш çитĕннĕ, пĕлтĕрхи пек йышлă мар… Валерий салтака кайнă çул çĕр улми питĕ йăтăнса тухнăччĕ… Юрĕ-çке ĕнтĕ, мĕн чухлĕ тухнине те иккĕн çисе яраяс çук. Колхозран ĕç кунĕ тăрăх тивĕ тата.
—Анне, эпĕ лаша тытма уя каятăп! — илтĕнчĕ çывăхра.
Улмуççисем хушшинчен Коля пан улми çисе тухрĕ. Вăл тĕрĕллĕ шурă кĕпине тирпейлĕ туртса якатнă, аттине пустав татăкĕпе шăлса çутатнă. Кĕпине вараласран аллинчи тикĕтлĕ чĕн йĕвенне хăйĕнчен аяккарах тытса тăрать. Вăл ĕçе те мĕншĕн çапла янкăс тумланса кайнине амăшĕ лайăх ăнланать, анчах шарламасть.
—Каях, ывăлăм, эпĕ унччен апат хатĕрлĕп,— терĕ вăл, ун çине ăшă куçпа пăхса, çавăнтах шухăшĕ кĕçĕн ывăлĕ çине куçрĕ. Коля çак çура темле сасартăках пуху пÿне çитмен ача шутĕнчен тухрĕ, хăвăрт ÿссе, пĕччен пĕкĕ авмалла тĕрекленсе кайрĕ. Унăн яланхи хăюсăрлăхĕ пĕтрĕ, питĕнчи чĕкеç шатри те çухала пуçларĕ. Халь анчах-ха шкул ачиччĕ вăл. Хĕллехи каçсенче, амăшĕ алсиш çыхмалăх çăм арланă чух, Коля сасăпа кĕнеке вулатчĕ, кĕнекери çынсемпе пĕрле савăнатчĕ, хурланатчĕ, хавхаланатчĕ.
Павăл ятлă ача çамрăклах хура-шурă курса ÿснĕ, унтан граждан вăрçинче паттăр салтак пулнă, йывăр аманнă, каярахпа чирлесе ÿкнĕ те темиçе çул вырăн çинчен тăрайман, çапах вилĕме парăнман вăл, кĕнеке çырма тытăннă, çапла вара хăрушă вилĕме çĕнтернĕ.
—Эх, çавăн пек пуласчĕ манăн! Ма эпĕ çав вăхăтра çуралман-ши?—тетчĕ Коля ун çинчен вуланă чух.
Тата çак вăрçăра пĕр летчике нимĕçсем самолечĕ-мĕнĕпех персе антарнă. Вăл пĕр пысăк вăрман варрине ÿкнĕ. Вара, икĕ уринчен те аманнăскер, вун сакăр талăк хушши юр çийĕн хамăр еннелле упаленсе, шуса килнĕ. Госпитальте унăн икĕ урине те татнă. Вăл пур пĕрех парăнман, йывăç урапа утма вĕреннĕ, каллех самолетпа вĕçме, тăшмансене хирĕç çапăçма тытăннă…
—Эх, çавăн пек пуласчĕ манăн! Ма эпĕ вăл вăхатра ытла çамрăк пулнă-ши!—тетчĕ Коля, çав летчик çинчен вуланă чух.
Тата çак вăрçăра нимĕçсен аллине лекнĕ хамăр хулара
комсомолецсем, вăрттăн пухăнса, тăшмана хиреç паттăррăн кĕрешсе вилни çинчен вулатчĕ вăл. Каллех вара:
—Ма эпĕ вĕсемпе пĕрле пулман-ши?—тетчĕ. Вăрçă паттăрĕсене асăннă чух яланах пиччĕшне аса илетчĕ, ун пекех паттăр пулма ĕмĕтленетчĕ.
—Халь вăрçă вăхăчĕ мар çав, мĕнле паттăр ĕç тума пултарăн халь,— терĕ вăл пĕррехинче, ассăн сывласа.
Амăшĕ, темле, сăмах майăн, çакăн пирки пĕр каçхине Борисовсем патĕнче каларĕ. Григорий Петрович тепĕр каçхине Коля патне калаçса ларма кĕчĕ. Вăл ăна тĕлĕнмелле çын çинчен каласа кăтартрĕ. Çĕпĕрте унăн полкри юлташĕ пур иккен, вăл çак вăрçăра икĕ урине те çухатнă. Киле таврăнсан, çав çын йывăç урапа утма вĕреннĕ те тракторпа ĕçлеме тытăннă. Халĕ те лайăхах ĕçлет иккен…
Борисов çур çĕрчченех калаçса ларчĕ, Коля ăна ашшĕне итленĕ пекех итлерĕ, çав каçран час-часах шухăша каякан пулчĕ.
Вуннăмĕш класран вăл лайăх вĕренсе тухрĕ, анчах малалла вĕренме каясси пирки темшĕн калаçми пулчĕ, пĕрмай Борисовпа тĕл пулма тăрăшрĕ. Пĕр каçхине вара ун патĕнчен таврăнчĕ те:
—Анне, эпĕ тракторист пулатăп, кĕркунне курс пуçланать,— тесе пĕлтерчĕ.
—Хăвăнне ху пĕлетĕн пулĕ ĕнтĕ, эпĕ чармастăп,— терĕ çеç амăшĕ…
Халлĕхе Коля колхозрах ĕçлет-ха, анчах амăшне пĕртен пĕр ывăлĕ те килтен тухса каяссăнах туйăнать,— сăлтавĕ кунта курса вĕренме каясси кăна мар-ха, урăххи те пур.
Коля лаша кÿлсе тăратиччен амăшĕ апат антарса лартрĕ. Иккĕшĕ шăкăл-шăкăл калаçса çирĕç те урапа çине тухса ларчĕç. Коля сĕлĕ кĕлти кĕртме кантăр ани патĕнчен иртсе каять, çавăнпа амăшне хăйпе пĕрлех лартса тухас терĕ. Ленăсен тĕлĕнчен иртнĕ чух вăл лашине хăвăртрах хăваларĕ, ним çукранах шавласа илчĕ, хĕр чÿречи еннелле ик-виçĕ хут çаврăнса пăхрĕ.
Амăшĕ ăна-кăна сисмĕш пулчĕ, уй хапхинчен тухичченех шарламарĕ, хирте те урăххи çинчен сăмах тапратрĕ, акчах кантăр татнă чух вăл кĕçĕн ывăлĕн шăпи çинчен хытах шухăй1ларĕ. Ун куçĕ умне каллех çав манми утçи кунĕ тухса тăчĕ.
Вăл кун Типварта утă пухатчĕç. Çамрăксем те, ваттисем те пурччĕ. Çамрăк-кĕрĕмĕн мĕн пултăр ĕнтĕ — ĕçре те
вăйă-кулă, шăй-шай. Кольăпа Лена сенĕксемпе тухнă та типĕ утта ăмăртмалла, пысăкран пысăкрах чикĕмсем туса йăтаççĕ. Лена пăрусем пăхма уя амăшне янă-мĕн, çамрăксемпе пĕрле ĕçлеме тесе, утă пухма тухнă. Вăл кĕске çанăллă çÿхе кĕпепĕ, пĕчĕк шурă тутăрпа; кашни чикĕм йăтмассерен типĕ утă çÿппи çара хулĕсем çине, мăйĕ çине тăкăнать, тарлă ĕнси çумне çыпçăнать, хĕвне те кĕрет пулас: ун пек чухне хĕр пĕтĕм йăрăс пĕвĕпе çÿçенсе илкелет.
“Мĕнешкел хÿхĕм хĕр! — шухăшлать Коля амăшĕ, утă туранăçемĕн ун çине ăшшăн пăхкаласа: Анчах ашшĕ килĕнчех ватăлас тет пулмалла: каçсерен вăйăран е клубран пĕчченех таврăнать. Питĕ шел ăна çавнашкал чух. Сăнтан хăй питĕ çамрăк, çапах çулĕсем пур-ха унăн: çирĕмрен
тахçанах иртнĕ ĕнтĕ. Хĕр халлĕн ĕмĕре ирттересси—калама çеç канас вăл. Ватă хĕр килте ларать, ячĕ ял çинче çÿрет, теççĕ. Лайăх кин пулмалласкер-çке… Мĕн ачаранпа хам куç умĕнче ÿсрĕ. Пĕчĕклех Валерипе вылятчĕç, кайран иккĕшĕ пĕрле вĕренетчĕç, вăрçă вăхăтĕнче те пĕр-пĕрин патне çыру çÿретрĕç, хăй халĕ те пирĕн пата пырсах тăрать, ырă кăмăллăскер, хама пайтах пулăшать. Калама çук ĕçчен хĕр. Тырă вырнă чух, çурла касмасть тесе, пилĕке тытса тăрас çук; утă çулнă чух, çава касмасть тесе, уй куçласа тăрас çук. Алли ĕçлеме çыпăçуллă, ури ташлама çăмăл. Кам телейĕшĕн ÿсет-ши?..”
Карчăк шухăшне сисмесĕр, Ленăпа Коля кулкаласа, шавласа утă йăтаççĕ, пĕр-пĕрин çине йăлкăшса пăха-пăха илеççĕ.
Кăнтăрла çитеспе утă пухакансем патне пичкепе шыв турттарса пычĕç. Карчăксем сывлăш çавăрма купа сулхăнне ларчĕç, арçынсем чĕлĕм туртма пĕр çĕре пуçтарăнчĕç.
Акă тахăш хĕрĕ çари! çухăрса ячĕ. Çамрăксем пичке патĕнчен тарса саланчĕç, Вихтăр, Коля, Лена çеç тăрса юлчĕç. Лена пĕр алтăр шыв ăсрĕ те йĕпеннĕ кĕпине ы-ых! текелесе силлекен Вихтăр çинелле чашт! тутарчĕ, лешĕ тулли витрене ярса илчĕ те Лена тăрăх шалл! ячĕ. Часах авалхи “çумăр чÿкĕ” пуçланса та кайрĕ. Çамрăксем чĕрес, курка яра-яра илчĕç те пĕр-пĕрине хăваласа. çитсе шывпа сапма тытăнчĕç.
Лена самантрах йĕп-йĕпе пулчĕ, унăн шурă кĕпи витĕр йăрăс кĕлетки палăра пуçларĕ. Хăй вăтана-вăтанах пичкерен пĕр алтăр шыв ăсса илчĕ те, хыçалтан йăпшăнса пырса, Кольăна сапрĕ, вара тем пулнă пекех ахăлтатса кулса ячĕ, алтăрне пăрахсах тарма тăчĕ.
Ним тума аптранă каччă хер хыççăн çара алăпах ыткăнчĕ, пĕрре сиксех ăна хуса çитрĕ, пĕчĕк ачана çĕкленĕ пек, алă вĕççĕн çĕклерĕ. Именсе те шикленсе ÿкнĕ хĕр, çари-çари! çухăрса, каçăхса кайса кулма тытăнчĕ, çинçе те йĕпескер, çара алăпа тытнă пулă евĕр, авкаланма, пĕтĕм кĕлеткипе турткаланма пуçларĕ. Акă каллех тата ик-виçĕ çамрăк вĕсем патнелле шыв йăтса чупрĕç. Коля алăран шăвăнса тухма тăрăшакан хĕре хăй çумне пăчăртарĕ те çывăхри купа хыçнелле ыткăнчĕ.
Ывăлĕ пачах кулманнине, Лена та сасартăк кулма чарăннине курсан, Коля амăшĕн чĕри ыратса пăчăртанчĕ.
Купа сулхăнĕнче канса ларакан амăшне ывăлĕ тинех асăрхарĕ, çапах хĕре пĕр самант ытамĕнчен ямарĕ, Лена та аллисене Коля мăйĕнчен тÿрех вĕçертме ас тумарĕ. Çак самант карчăкшăн питĕ вăрăм пек туйăнчĕ. Ывăлĕ ун çине хăвăрт пăхса илчĕ, унтан, Лена çинчен куçне илмесĕр, ăна ура çине, пĕчĕк ачана тăратнă пек, ачашшăн тăратрĕ. Çак вăхăтра вĕсене каллех шывпа сапрĕç, анчах иккĕшĕ те ăна-кăна сисмерĕç. Вĕсем çак самантра пĕр-пĕрин куçĕнчен мĕнле пăхнине амăшĕ ĕмĕрлĕхех ас туса юлчĕ, вĕсене текех нимле шывпа сапса та уйăрас çуккине ăнланчĕ.
Çав кунтанпа Лена Кольăсем патне пыми пулчĕ. Коля та йăлт улшăнчĕ. Вăл çынсем умĕнче те, амăшĕ умĕнче те темле ÿснĕ пекрех, вăйланнă пекрех курăна пуçларĕ. Ку мĕне пĕлтернине амăшĕ питĕ лайăх тавçăрчĕ. Тепĕр ик эрнерен вăл, тем шыранă чух, ывăлĕн япалисем хушшинче капăр тĕрĕллĕ сăмса тутри тупрĕ. Ялта кун пек тĕрĕ кам хĕрĕ тунине амăшĕ питĕ лайăх чухларĕ: кÿршĕ хĕрĕн тĕррине Мускаври художниксем килсе ÿкерчĕç, ун амăшĕ те ĕлĕк тĕрре ăстаччĕ, пĕр вăтăр çул каялла ун тĕррине Шелепи сăвăç Шупашкарти музей валли туянса кайрĕ, тетчĕç.
Кĕтмен çĕртенех ватă чĕрене савăнăçпа пĕрле хурлăх та пусрĕ: карчăк кÿршĕ хĕрне кÿлешме пуçларĕ. Пурнăç
пурăнса курнă çын пĕлет вăл: пĕрремĕш хут юратакан
çамрăкшăн савнийĕ темрен те хаклăрах, вăл ун еннелле хĕвел çаврăнăшĕ хĕвел еннелле сулăннă пекех сулăнать. Хĕвел çавранăшĕ симĕс чух хăш еннелле тайăлнине никам та асăрхасах каймасть, анчах вăл ÿссе сарăлнăçемĕн, сап-сарă пуç кăшăлĕпе илемленнĕçемĕн ăçталла туртăнни пурне те аякран курăнать. Кашни каччă, хăй шучĕпе, чи хитре хĕре юратать çав.
Çапла майĕпен çу уйăхĕсем ирте пуçларĕç, анчах çав
шăрăх утçи кунĕ карчăк асĕнчен каймарĕ; ывăлĕпе амăшĕ хушшине кÿршĕ хĕрĕ кĕрсе тăни карчăка паян кун та пăшăрхантарать.
…Кăнтăрлахи апата таврăнсан, амăшĕ лаç умĕнчи сулхăнта пилĕк тăсмалăх кăшт выртса канчĕ те Кольăна вăратмасăрах уя кайма хатĕрленчĕ: пĕр шухăш ăна иртенпех канăç памарĕ, çавăнпа каннă-канман килĕнчен тухрĕ вăл. Ĕнене каçхи кĕтĕве яма пускил ачисене хушрĕ, хăй вара анаталла уттарчĕ. Анатри урамра вăл Салампи амăшĕпе тĕл пулчĕ.
Елюна инке хĕрлĕ пăрăва килтен кăларчĕ те укăлча еннелле хăваларĕ.
—Сирĕн, тăхлачă, ĕне пăруламанччĕ мар-и кăçал? Хĕсĕр пек ас тăватăп, — сăмах хушрĕ Коля амăшĕ.
—Кăна Салампие, пăрусене пурне те лайăх пăхса ÿстернĕшĕн тесе, вермăран пачĕç-ха,— терĕ Елюна, чарăнса тăрса.— Ĕни тем юрăхсăр пулчĕ-çке пирĕн? Хура кĕр çитсен сутса ярас тетпĕр ĕнтĕ, колхоз тырă валеçсен, лайăх ĕне илсе пулĕ-и,— тетпĕр. Салампие ĕç кунĕ тăрăх тĕрлĕ тырă нумай тухмалла пек калаçаççĕ правленисем. Сĕт-çусăр — пурнăç мар, тăхлачă. Юрать-ха, Салампие, лайăх ĕçленĕшĕн тесе, вермăран парсах тăраççĕ те… Майлаштаркалатпăр хуллен.
—Пÿрт çине эсир çĕнĕ улăм витнĕ тем? — ним калама пĕлмесĕр, хушса хучĕ Коля амăшĕ.
—Ара, шыв кайса аптратрĕ мар-и? Пÿрчĕ те çĕрĕшнĕскер ĕнтĕ. Тем, кăçал çĕнĕ пÿрт лартма вăй çитерейместпĕр пулĕ, тепĕр çултан мĕнле пулĕ ĕнтĕ, куç курĕ. Колхоз та пулăшĕ, тетпĕр. Хамăн ĕçлени те майлах мар та манăн, пĕрмай чирлекелетĕп. Салампи çинче тытăнса тăрать йăлтах. Пĕр ун çинче çеç шанчăкĕ те. Сарай кĕтесĕсем ав çĕрме пуçларĕç, карти-хÿми те япăхать. Ан та кала, çынсенчен те намăс ĕнтĕ. Çапла вăл, арçынсăр — алă мар… Кантăр татма каяттăнччĕ-и эсĕ, тăхлачă? Ытла час каятăн-иç, кăшт кĕрсе лар-ха, калаçăпăр. Эпĕ çакна укăлчана ярса килем, унччен кĕрсе лар-ха, Валерик пур унта.
—Салампи килте çук-и? Ялан вермăра вăл сирĕн, пĕрмай ĕçлет, пĕрмай ĕçлет. Ахальтен мар ĕнтĕ ырлаççĕ.
—Пăрусем патĕнче-ха вăл,— терĕ васкаса Елюна инке, унтан такам илтесрен шикленнĕ пек, шăппăн каларĕ.— Ан та кала-ха, тăхлачă, вăл хĕр пирки хам та кулянса пĕтрĕм ĕнтĕ кăçал. Вăл ачашăн эпĕ куляннине кулюкка чĕппи те
кулянман пуль. Салампи питĕ хаваслăччĕ-ха, килте чух Валерикрен уйрăлма та пĕлместчĕ, унпа выляса йăпанатчĕ, халь тата каллех хуйхăрма пуçларĕ. Валерикĕн ашшĕ тупăнна вĕт, илтнĕ те пуль-ха эсĕ? Халь кăна ачи патне посылкă ярса пачĕ, тем те пĕр янă çав! Охвицер, тет, хăй, Инçетри Хĕвелтухăçĕнче, тет. Савăнмалла ĕнтĕ, пĕр шутласан. Салампи хурланать: Валерике хăйпе пĕрле илсе каять ĕнтĕ вăл, тет. Ачине хамăн та парса ярас килмест, ара, хăнăхса çитрĕмĕр мар-и, вăл çук чухне пÿрт пушă пек туйăнать. Ирхине тăмассерен, мăнтарăн, вăй-хал вăййи вылять, аллисемпе хăлаçланса искультур тăвать… Кĕрсе лар-ха эс. Эп халех…
Коля амăшĕ пĕчĕк Валерике курас тесех тухнăччĕ, çавăнпа халь Саламписем патне хыпаланса кĕрсе кайрĕ.
Валерик матрос тумĕпе, лентăллă карттуспа; вăл пысăк валашкари шыв çине карап ямалла вылять. “Çи-пуçне те, карапне те ашшĕ ярса панă ĕнтĕ, ялти лавккара ун пеккисемех çукчĕ пулас”,— шухăшларĕ карчăк.
—Сывă-и, асанне? Килĕрех! Мама килте çук, фермăра, кукам таçта кайрĕ,— терĕ ача, выляма пăрахса.
Коля амăшĕ, ун патне пырса, валашка пуçĕ çине ларчĕ, яланхинчен çепĕçрех калаçма тăрăшрĕ.
—Мĕн ятлăччĕ-ха эсĕ, ывăлăм?
—Валерик,— çивĕччĕн пĕлтерчĕ ача.
—Валерик?.. Манăн та асли Валерик ятлă…
—Халь ăçта вăл?.. Ма пирĕн пата килмест?
—Инçетре вăл, ачам, салтакра.
—Ман папа та салтакра, питĕ-питĕ-питĕ инçетре, темиçе пин çухрăмра, тет, мама калать. Эпĕ вуннă таран çеç шутлама пĕлетĕп. Пин çухрăм нумай-и вăл, асанне? Пин çухрăм миçе çухрăм вăл?
— Нумай, ывăлăм. Çитĕнсе çитсен пĕлĕн-ха акă.
— Çитĕнсе çитсен эпĕ те салтака каятăп. Папа пек пулатăп. Пирĕн папа вăрçăра та пулнă, аманнă, тет, мама калать. Сирĕн Валерик пулнă-и вăрçăра?
—Пулнă, ывăлăм, пулнă…
—Вăл та аманса курнă-и?
—Аманнă, ывăлăм, аманнă…
—Вăл та пирĕн папа пек паттăр пулнă-и?
—Пулнă…
—Ма макăратăн тата эс, асанне? Аммакăр, асанне!
—Çук, макăрмастăп эп, ывăлăм, хĕвеле хирĕç пăхнăран куççуль тухрĕ пуль…
Валерий амăшĕ, ним калама аптраса, никама ĕменмесĕр, Салампи ачине хăй куçĕпе курса пăхма шут тытрĕ.
“Тен, кам пĕлес, Валери ачиех пулĕ. Маруçсем каланă тăрăх, Салампипе Валери станцăра пĕрле курнăçнă, теççĕ… Кам пĕлес”.
Халĕ, телейлĕн пакăлтатакан ача çине пăхнăçемĕн, карчăкăн чĕре çыххи татăлчĕ.
“Çук, Валери сăнлă мар. Ман Валери хуп-хура, ку вара, чăнах та, вырăс сăнлă, çутă… Станцăри пирки пустуй сăмах пуль, Коля та калать-иç, тĕл пулман, тет. Халăх çинчи сăмах вăл такана çинчи шыв пекех. Маруçсене ĕнен-ха”.
—Маму юратать-и сана, Валерик?
—Мама питĕ-питĕ-питĕ юратать, эпĕ те ăна питĕ-питĕпитĕ юрататăп.
—Кукаму юратать-и-ха тата?
—Кукам питĕ-питĕ-питĕ юратать, эпĕ те ăна питĕ-питĕпитĕ юрататăп. Кукам мана чăкăт çитерет. Эпĕ сĕт юратмастăп. Маруçсен Мишки сĕт юратать.
—Сахăр юрататăн-и? Ак сан валли кучченеç илсе килтĕм эпĕ,— терĕ те карчăк, хĕвĕнчен сахăр катăкĕ кăларса, ача еннелле тăсрĕ.— Ил, ил, ан ютшăн манран.
—Çук, эпĕ сахăр çиместĕп. Сахăр çисен, шăл ыратать, тет, кукам калать. Мана папа акă мĕн ярса пачĕ,— терĕ те Валерик кăкăр умĕнчи кĕсъерен шоколад татăкĕ кăларса карчăка сĕнчĕ. — Ме, асанне, ман татах пур пÿртре.
Карчăкăн сахăр тытнă алли чĕтресе илчĕ, куçĕнчен шултра куççуль сахăр катăкĕ çине тумласа, сарăлса кайрĕ.
—Асанне, хĕвеле хирĕç ан пăх эсĕ,— терĕ Валерик, карчăк куçне çанă вĕçĕпе шăлнине асăрхаса.— Папа тата Ман валли тута купăсĕ ярса панă, илсе тухса кăтартас-и? Картинкăллă кĕнекесем те ярса панă. Илсе тухас-и?
—Халь… халь ан илсе тух, ывăлăм,— терĕ карчăк, чĕтрекен аллипе ачана пуçĕнчен лăпкаса.
—Асанне, текех хĕвеле хирĕç ан пăх эсĕ… Эппин урăх чухне кăтартăп. Папа часах ман пата тем чухлĕ теттесем илсе килет. Сирĕн Валерик те илсе килет-и?
Каллех шултра куççулĕ тумларĕ те, карчăк аллинчи сахăр ирĕлсе катăлчĕ, пÿрне хушшинчен тухса ÿкрĕ.
—Ывăлăм,— терĕ çеç Коля амăшĕ, пĕчĕк Валерике хыткан аллипе ачашласа. Урăх вăл ним те калаймарĕ, Елюна инке килессе кĕтмесĕрех, анкарти витĕр уя тухрĕ те кантăр ани еннелле уттарчĕ…
Кун каç еннелле сулăннă.
Кĕрхи хĕвел вăрмансем, уйсем урлă ура янă. Вăрман улаланнă: симĕс чаршав çине тĕллĕн-тĕллĕн сарă саплăк лартнан туйăнать. Арман авăрмалăх çил пур, çапах ăшă-ха, лĕпĕшсем вĕлтĕртетсе вĕçкелеççĕ. Ыраш уйĕ саралнă, унта кĕтÿ çÿрет, аякри сĕлĕ уйĕнче кăна çĕмелсем йăвă лараççĕ.
Уй урлах Кольăн шурă кĕпи палăрать: каччă урапана улăх хĕрринчи икĕ çĕмел хушшине вырнаçтарнă та кĕлте тиет.
Карчăксем шавласа кантăр татаççĕ. Кантăр кăçал вăйлă пулнă, пĕр тикĕс ÿснĕ, кантăр айĕ сахал, çыхă тумалăх кăна, вăрлăхĕ гектартан вун икĕ-вун тăватă центнер тухать пулĕ, теççĕ пĕлекенсем. Каçчен утмăл çурăма çитерес тесе, Коля амăшĕ питĕ тăрăшса ĕçлет, хушăран кăна сĕлĕ уйĕ еннелле пăхса илкелет. Унта, авă, кĕçĕн ывăлĕ кĕлте тиенĕ çĕртен инçех те мар, Лена фермă пăрăвĕсене пăхать. Акă вăл Коля патне пычĕ те ăна çĕмелтен кĕлте илсе пама тытăнчĕ, унтан пуçпăяв тăхăнтарма, пуслăх çыхма пулăшрĕ, вара ялалла каякан кĕлте лавĕ хыççăн алă айĕн пăхса тăрса юлчĕ…
Кантăр анинчен инçех мар аслă çул иртет. Вăл çулпа тахçан Валерий вăрçа тухса кайрĕ. Халĕ карчăка çав çулпа аслă ывăлĕ килессĕнех, килессĕнех туйăнать! Таврăнас пулсан, вăл шăпах çак вăхăтра таврăнмалла ĕнтĕ: хĕвелтухăç енчен килекен поезд станцăна кăнтăрла иртсен тăват сехетре çитет, станцăран кунта çити çуран пĕр виçĕ сехет утмалла.
Карчăк хăйне хăй те ĕненмерĕ, ура çинчех тĕлĕк куратăп-им, тесе, куçĕсене шăлса илчĕ. Анчах тĕлĕкре мар пулас.
—Мархва,— терĕ вăл хăйпе юнашар кантăр татакан Лена амăшне.— Пăх-ха, çавăнталла, вăрман еннелле, темле салтак килнĕ пек курăнмасть-и сана?
—Чăнах, темле салтак килет-няк,— терĕ лешĕ, алă айĕн тинкерсе пăхса.
Карчăксем халĕ пурте вăрмантан тухакан салтак еннелле тинкерчĕç, кантăр çурăмĕсене касса тикĕслекен чĕмсĕрВихтăр та, пуртине пăрахсах, унталла пăхрĕ.
—Чăнах та, темле салтак колхоза таврăнать,— терĕ вăл савăнаçлăн.— Хамăр ялсемех пулсан, пыратчĕ…
— Шамбулкинпа иксĕр пĕр-ик кун ĕçе тухаймастăр вара, лавккара “кончал” тесе янăрăтăр ĕнтĕ,— тĕртсе илчĕ Лена амăшĕ. Хĕрарăмсем кулса ячĕç. Вихтăр, яланхи йăлипе, хирĕç чĕнмерĕ, хăй тĕллĕн çеç сассăр кулса илчĕ, кайран тин хушса хучĕ:
—Шамбулкин ĕçме пăрахнăранпа миçе уйăх ĕнтĕ! Ун пек ĕçлекен маттур каччă урăх çук та колхозра.
Коля амăшĕ хĕрарăмсен шÿтне хăлхана чикмерĕ, кантăр çурăмне тултармасăрах васкаса çыхрĕ те, ăна хул хушшине хĕстерсе, çул хĕрринелле уттара пачĕ.
Салтак питĕ хăвăрт утса килет. Темиçе çул инçетре пурăннă хыççăн тăван ял çапла илĕртет пуль çав! Вĕçнĕ пек утать салтак. Вăл пĕр аллине чăматан, теприне шинель хуçлатса тытнă, хăй гимнастеркăпа,— йăлтах Коля амăшĕ тĕлĕкре курнă евĕрлĕ. Карчăк халĕ, такăна-такăна, ун умне тухма васкарĕ. Çар çынни ăна асăрхарĕ те утма чарăнчĕ, пирус чĕртме çиле май çаврăнса тăчĕ.
“Ман Валери чĕлĕм туртмастчĕ”,— шикленсе шухăшларĕ карчăк, салтак патне çывхарнăçемĕн.
—Киле килетĕн-и, ывăлăм?—пĕтĕм чунтан пăлханса ыйтрĕ вăл, салтак патне çитичченех.
Лешĕ пирус чĕртрĕ те ун еннелле çаврăнчĕ. Карчăк тăпах чарăнса тăчĕ, кăкăрĕнчен такам чышнă пек, кăшт каялла сулăнчĕ.
Ун умĕнче палламан салтак тăрать. Вăл вăтăралла çывхарнă, вăтам пÿллĕ çын. Çырăрах куç харшийĕсем айĕн кăвак куçĕсем кăмăллăн пăхаççĕ, вĕсенче темĕн чухлĕ ачашлăх сисĕнет, анчах салтакăн пит-куçĕ тĕксĕм, салхуллă; вăл çунса хуралнă тĕслĕ, йăлт аманса пĕтнĕ, сылтăм куçĕ айĕнчен пуçласа хăлха çуначĕн аялти вĕçне çити суран йĕрĕ тăсăлса выртать, çак суран салтака ватăрах сăнлă, салхуллă кăтартать.
—Чувашла пельмес, мамаша,— терĕ вăл, йăлкăшса кулса.
“Ку чăвашла маннă чăваш пулмарĕ-ши?— шухăшласа илчĕ кăрчăк.— Ун пеккисем те пулкалаççĕ. Шамбулкин Павăл, ав, салтакран килсен, малтанхи кунсенче карчăксемпе те, хĕрсемпе те чăвашла калаçмастчĕ. Турчка аври çамкаран çапсан тин чăвашла ас турĕ, тесе кулатчĕç çамрăксем. Анчах çук, ку çын вырăсах пулас…”
Коля амăшĕ кăштах вырăсла перкелешет: вăрçă вăхăтĕнче вĕсем патĕнче Ленинград çыннисем пурăнчĕç, çавсенчен вĕреннĕччĕ.
—Тăван яла таврăнатăн-им, ывăлăм? — вырăсла ыйтрĕ карчăк. Салтак каллех йăлкăшса кулчĕ.
—Çартан таврăнатăп, мамаша. Тăван ялăм кунтан
инçетре, анăçалла икĕ пин çухрăм,— терĕ вăл, вăрман еннелле кăтартса.— Сирĕн яла килетĕп, эсир çак ялсем пулĕ?—Хальхинче салтак ял еннелле пуçне сулчĕ.— Станцăра ăнлантарчĕç, çак çулпа каймалла, терĕç.
—Пирĕн яла пулсан, такам патнеччĕ ĕнтĕ эсĕ?—пăшăрханса ыйтрĕ карчăк.
—Акрамовсене пĕлетĕр-и? Çавсем патне. Унта ман ывăлăм пурăнать.
“Ывăлăм” сăмаха вăл питĕ савăнса каларĕ.
Карчăк куççульне çăтса ячĕ, салтака хулĕнчен тытрĕ.
—Кăшт ларса канар-ха эппин çакăнта, ывăлăм, ан васка, халь çавах вĕсем, Акрамовсем, ĕçрен таврăнман пуль-ха.
Иккĕшĕ çул хĕрринчи çерем çине ларчĕç.
—Сан çинчен паян кăна асăнтăмăр-ха. Эсĕ Инçет Хĕвелтухăçĕнче терĕç. Хам ухмаххăмпа ыйтатăп та-ха, ан ятла: эсĕ унта теплерен ман ывăлăма курман-ши, тетĕп… Валери… Çемйонăх Валери…
Карчăк ют салтак çине, турра ĕненекен çын турăш çине тархасласа пăхнă пек, ырă хыпар илтме шанса пăхрĕ.
—Çук, мамаша,— терĕ салтак кăштах кĕттернĕ хыççăн. Тĕл пулман. Салтакĕ нумай унта, пурне те тĕл пулса çитерес çук. Ку енчисене, чăвашсене, куркаланă, питĕ маттур ачасем.
Карчăк пĕр хушă чĕнмесĕр, вăрмантан тухакан çул çинелле пăхса, шухăша кайса ларчĕ. Çак çулпах килмеллескерччĕ ĕнтĕ Валери те. Анчах вăл таврăнас çула çăлтăр витĕр те, вăл вăрçнă уя уйăх витĕр те курма çук пуль çав…
—Ывăлăм сывах-и ман, мамаша? Чиперех-и ывăлăм?— пăлханса ыйтрĕ салтак.
—Чиперех. Питĕ таса. Чăвашла калаçма вĕреннĕ ĕнтĕ. Сана питĕ хытă кĕтет.
Салтакăн куçĕсем шывланчĕç, вăл пĕр хушă юри аяккалла пăхса ларчĕ.
—Амăшĕ унăн, тăван амăшĕ, ăçта? Çуралнă килĕрте-и? — ыйтрĕ карчăк, куçран тинкерсе пăхса.
Салтак тем шухăша кайрĕ, чылайччен шарламарĕ, тепĕр пирус кăларса чĕртрĕ.
—Çук унăн тăван амăшĕ… Вăрçă пĕтерчĕ ăна, мамаша… Мĕн пуррине йăлтах илчĕ манне çак вăрçă… Кил-çуртăма фашистсем аркатрĕç. Ват аннеме те çавсемех пĕтернĕ… Вăрçă чарăнас умĕн, Валерик çуралсанах, арăм уйра ĕçленĕ чух астумасăр фашистсен мини çине пырса кĕнĕ… Хам ун чухне Маньчжуриреччĕ… Килти çинчен пĕлмен, çыру
та çукчĕ… Валерик тăван ялтан инçетре, пĕр хулара çуралнă… Эпĕ вăл çуралнине те пĕлмен… Пĕр-пĕччен тăрса юлтăм пулĕ, теттĕм…
Салтакăн пирусĕ сÿнчĕ, вăл ăна тепĕр хут чĕртрĕ те тĕтĕмнг çăтса туртма пуçларĕ.
“Ăш çуннипе пĕрмай туртать пуль ĕнтĕ,— шухăшларĕ карчăк, ун çине хĕрхенчĕклĕн пăхса.— Тем тĕрлĕ хуйхалли те пур çав. Сахал мар çынна макăртрĕç те çичĕ ютсем. Ман чĕреме те вĕсем, çĕр çăтманскерсем, сĕт кĕвĕлтернĕ пек кĕвĕлтерчĕç, тăпăрчă хытарнă пек хытарчĕç…
—Мĕнле тупрăн вара ывăлна?
—Вăрçă пĕтсен, тăванăмсене Мускав урлă шыраттарма пуçларăм. Виçĕ çултан тин вĕçне-хĕрне тупрăм… Тăванпĕтенрен нихăшĕ те юлман, пĕчĕк ывăлăм çеç, эп курманпĕлмен ывăлăм, тĕлĕнмелле майпа тăрса юлнă… Манăн ывăл пуррине пĕлсен, савăннипе çĕр çывăрайми пултăм…
Салтак каллех, пĕр хушă аяккалла пăхса, чĕнмесĕр ларчĕ.
—Ăна ача çуртне илнĕ, унтан Шупашкара куçарса килнĕ: лере вăрçă хыççăн пурнăç кунтинчен япăхрах пулнине пĕлетĕр ĕнтĕ… Шупашкарти ача çуртĕнчен ман ывăлăма сирĕн ял хĕрĕ Саламби Акрамова усрава илнĕ. Малаллине пĕлетĕр пулĕ?.. Атăл урлă каçса Чăваш çĕршывне кĕнĕренпе иккĕмĕш талăк куç хупаймастăп: шухăшăм ачам çинчех. Часрах курас килет. Тăван ывăлăм-çке!..
—Çапла çав вăл хăвăнтан ÿтленнĕ ывăл… тăван ывăл тени…— терĕ те Валерий амăшĕ куçне çанă вĕçĕпе шăлса илчĕ.
—Мĕнле ман Валерик? — каллех ыйтрĕ салтак, карчăк мĕншĕн хурланнине ăнланмасăр.
— Пит лайăх, пит лайăх! Юратса пăхаççĕ ăна. Саламписем хăйсем ытлашши пуянах мар та, çынсем пулăшсах тăраççĕ: хăшĕ сĕт-çу парать, хăшĕ тата тем те пĕр. Пĕтĕм ял-йыш юратса пăхать темелле вăл ачана. Колхоз та, патшалăх та пулăшать. Ĕлĕк пулас пулсан, питне куççульпех çуса ÿсес ача вĕт…
—Тавах сире, мамаша. Чăвашсем мана пурнăçра нумай ырă турĕç: фронтра — хама вилĕмрен çăлса хăварчĕç, тылра — ывăлăма пăхса ÿстерчĕç.
—Йăли çапла кунта, çынна нушара пăрахмаççĕ. Вырăссем, пирĕншĕн пулсан,— ĕлĕкренпех пĕр тăван… Эсĕ, çи-пуçунтан пăхсан, асли пулнă пуль? Салтак мар пек.
—Командир эпĕ, мамаша. Капитан, теççĕ.
—Яту темлеччĕ ĕнтĕ сан?
—Андрей.
—Энтри эппин. Те пуçпех таврăнтăн ĕнтĕ?
—Колхозра ĕçлес тетĕп. Тунсăхласа çитрĕм. Вăрçăччен эпĕ тракторисчĕ.
—Ĕçĕ çитет халь пурне те… Пырса лар пирĕн пата, халех каймастăн пулсан… Эсĕ Валерике илсе каясран Салампи питĕ хуйхăрать, теççĕ. Хуйхăрмасăр! Хĕрĕ вăл ачашăн сахал мар тÿсрĕ. Çав ачашăнах качча каймарĕ пулас, вĕренме те пăрахрĕ… Хĕр пуçăн ача усрава илесси—çăмăл ĕç мар çав. Калама çеç канас. Калаçмалли нумай та, сана тытса тăма лайăх мар… Ывăлна часрах çитсе кур эппин. Пырса лар пирĕн пата… ывалăм! Ывăлăм тесех чĕнтĕм ĕнтĕ сана.
—Спасибо, мамаша.
Капитан ял еннелле вĕçнĕ евĕр васкарĕ. Нихăш походра та кунашкал васкаса утман пуль вăл! Карчăк, ун хыçĕнчен тинкерсе пăхса, тусанлă çул варрине тăрса юлчĕ. Çапла ик-виçĕ çурăм кантăр татас вăхăта тăрса ирттерчĕ…
Каçхине вăл нÿхрепе кĕрсе пичке пуçларĕ, аслă ывăлĕ валли тесе хатĕрленĕ юр-ай сăрине пĕр витре ăсрĕ, вара тумланса, кучченеç илсе, Саламписем патне тухса утрĕ.
Кил-Йыш
Иккĕмĕш пайĕ
Виççĕмĕш пайĕ
Тăваттăмĕш пайĕ
Салтак амăшĕ
Кил-йыш
Алмазов таврăнни
Автан çырми патĕнче
Эс, кирек ăçта пулсан та,
Пĕччен мар çак çĕршывра.
П. Xусанкай.
Валерик ашшĕ хăй çак уйăхра килессе пĕлтерсе çыру янăччĕ, анчах вăл паян çитессе Салампи тĕлленмен те.
Вăл, хĕвелпе пĕрле вăранса, пÿрт урайне, çенĕк урайне, картлашка хăмисене шăлан курăкĕпе хырса çурĕ те фермăна тухса кайрĕ. Хĕвел тÿпене хăпарса çитиччен Таруçпа иккĕшĕ сĕлĕ çĕмелĕсем хушшинчи курăклă хăмăл çииче пăрусене çитерсе çÿрерĕç, кăнтăрла тĕлнелле пăрусене фермăна кĕртсе турантă шĕвекĕ ĕçтерчĕç. Сĕлĕ кĕлти кĕртекенсем каçхи кÿлĕме тухсан, Ленăпа Маруç пăрусене уя хăваласа кăларчĕç, Салампипе Таруç витери çамрăк пăрусем патне юлчĕç.
—Куртăн-и, Лена мĕнлерех тумланнă? — ытарлăн ыйтрĕ Таруç,— филармони артисткисен те çи-пуçĕ ун пек капăрах мар пуль. Пĕркун районта куртăм, чăнах та, капăрах мар.
—Ма апла калатăн, Лена яланах таса тумланса çÿретçке,— терĕ Салампи.
—Яланхине ан кала-ха эсĕ, ара, пĕлетпĕр ĕнтĕ. Ирхине çеç, витере ĕçленĕ чух, катан пир кĕпепеччĕ-иç?
—Выльăх-чĕрлĕх витине ытла янкăс çÿреймĕн ĕнтĕ. Уйра, тем тесен те, витеринчен тасарах.
—Коля сĕлĕ уйĕнчен кĕлте кĕртнине курмарăн-им, ара? Пĕлмĕш пулса ан тăр-ха, Салампи,— терĕ те Таруç куларах юрласа ячĕ:
Эх, юрату, юрату,
Çиçĕм пек сан хăвату!
Çиçĕм çиçет — çухалать,
Юрату — ĕмĕр çунать.
Павăл ĕçке маннăранпах Таруçăн уявлă кăмăл; савнийĕ ĕлĕкхиллех хастарланса ĕçленине кура, вăл хăй те нихçанхинчен тăрăшарах ĕçлет. Унăн савăнăçĕ, телейĕ виçесĕр. Эх, юрату! Чăнах та, çиçĕм пекех-ши сан хăвату?
Салампи хăйĕн тусĕ çине кăмăллăн пăхса илчĕ. Иртнĕ кĕркунне кăна Таруç, Маруç хыççăн кайса, Салампи çине сивĕ куçпа пăхкалатчĕ мар-и? Акă халĕ вĕсем туслă. Пĕрлешÿллĕ ĕç вĕсене çапла туслаштарчĕ.
Хĕрсем вите урайне хырса тасатрĕç, çамрăк пăрусен пÿлĕмĕсенчи улăма улăщтарчĕç те уçăлтарнă пăрусене сĕт ĕçтерчĕç.
Лена ашшĕпе Павăл фермăран инçех мар çамрăк пăрусене малтанлăха хупса усрамалли пĕчĕк пÿлĕмсем тăваççĕ. Витере ĕç пĕтерсен, Таруç вĕсем патне пырса тăчĕ те Павăл каскаланине сăнама пуçларĕ.
Фермă пуçлăхĕнчен кăларнă хыççăн Шамбулкин чылайччен кÿренсе пурăнчĕ, унăн мухмăрĕ нумая пычĕ. Ĕçме пăрахсан та, Павăл колхоз ĕçне тухма васкамарĕ, “пĕр-пĕр укçаллăрах ĕçе” вырнаçас шутпа, вăл хулана та кайса пăхрĕ, анчах ун тĕлне ятарласах хатĕр “укçаллă ĕç” тупăнмарĕ. Павăл вара, пĕрре хăнăхнă колхозрах пурнăç лайăххине туйса, яла таврăнчĕ те тимлесе ĕçлеме пуçларĕ, кĕркунне пÿрт лартма çирĕп шут тытрĕ.
Салампи, фермă пÿртне кĕрсе, хăйĕн тумбочкинчен тетрадь тĕрки туртса кăларчĕ. Ку — Саланов ял хуçалăх институтĕнче тăваттăмĕш курсра çырса пынă конспектсем. Салампин кăçал института таврăнас пулать. Амăшĕпе Валерике усрамалăх та, çурт-йĕре çĕнетмелĕх те, тумланмалăх та тырă тивет ĕнтĕ ăна: сахал ĕçлемен. Практикă та ÿсрĕ, мĕн тесен те, пĕр-пĕр колхоза студентла кайса пĕр-ик уйăх “практикă ирттерни” мар кунта,..
Салампи, шухăша путса, конспект çине пăхса ларатчĕ, Таруçăн янăравла сасси ăна шартах сиктерчĕ.
—Павлик! Павлик! Пăх-ха вăрман çулĕ çинелле: темле салтак килет! терĕ хаваслă хĕр.
—Ăçта?—мăн кăмăллăнрах ыйтрĕ Павăл.— Сана тĕлĕкре те салтаксем курăнаççĕ пуль?
—Ав, ара, кантăр ани тĕлне çитрĕ. Ав, халь ăна темле карчăк чарчĕ… Ак, ларчĕç…
Салампи чÿрече витĕр кармашса пăхрĕ, анчах пÿртрен вăрман хĕрри кăшт çеç курăнать, çул курăнмасть. Салампи каллех вулама ларчĕ. Çук, мĕн вулани пуçа кĕмерĕ, ăш вăркама пуçларĕ. Мĕншĕн? Камшăн?
—Акă халĕ тăчĕ, ялалла килет! — илтĕнчĕ Таруçăн хаваслă сасси.
Салампи чăтаймарĕ, пÿртрен чупса тухрĕ, ĕçлекенсем патне васкамасăр пычĕ, хăй пăлханнине палăртасшăн пулмарĕ.
—Салампи, пăхсамччĕ, пирĕн яла салтак килет! —терĕ Таруç, вăрман çулĕ еннелле кăтартса.
Салтак яла кĕрсе çухаличченех Салампи ним шутлама пĕлмесĕр тăчĕ, унтан фермă пÿртне кĕрсе кайрĕ, шурă халатне хывса хучĕ, тетрадьне тумбочкăна персе чикрĕ, çÿçне-пуçне майлакаларĕ те киле тухса чупрĕ — урампа мар, анкарти хыçĕпе анчĕ.
Хăйсен анкартине çитсе кĕрсен, кăшт лăпланас тесе, мунча хыçĕнче тăчĕ, сывлăш çавăрса илсен, анкартине тухмалли хапха умне утса çитрĕ те, кил картинчи ют сасса илтсе, тăпах чарăнчĕ, хăмари турат куçĕ витĕр пăхрĕ. Малтанах ним те кураймарĕ.
—Сынок! Сынок! — илтĕнчĕ чĕрене тивмелле сасă.
Салампи, сывлами пулса, хытса тăчĕ, вăл кĕтни, шухăшлани тĕрĕсех пулчĕ иккен.
Акă турат куçĕ тĕлнех ача йăтнă капитан тухса тăчĕ. Вăл чăматанне çерем çине лартнă, шинельне чăматанĕ çине хунă. Хăй ачана кăкăрĕ çумне пăчăртанă та, ăна ытарайми лăпкаса, чуп туса, пĕрмай: “Сынок! Сынок!”—тет, урăх ним те калаймасть.
Пĕчĕк Валерик капитан мăйĕнчен икĕ аллипе те çатăрласа тытнă, пуçĕпе. ун сарлака кăкăрĕ çумне, умĕ тулли шăнкăртатакан орденсемпе медальсем çумне йăпшăннă — ним те шарламасть, савăннипе чĕлхи çĕтнĕ пулас.
Капитанăн куçĕсенчен куççуль шăпăртатать, сылтăм куçĕнчен юхакан куççуль, суран йĕрĕ тăрăх, йапăртатса анса орденсем çине тумлать.
—Сынок! Сынок!..
Салампи вĕлт! çаврăнчĕ те улмуççисем айĕн анкарти хыçнелле вĕçтерчĕ, каялла пăхмасăр, уя чупса тухрĕ. Кĕвенте варĕ тăрăх улăха анса, сĕлĕ çĕмелĕсем хушшинче пăрусем пăхса çÿрекен Маруçпа Лена патне пычĕ… Тĕттĕмленсе çитсен тин киле таврăнчĕ. Вăл пÿрт алăкне уçнă-уçманах кĕрекери çынсем: Федор Иванович Яшманов, Павел Шамбулкин, Валери амăшĕ — пурте харăс шавлама тытăнчĕç.
—Ак хăй те килчĕ. Порядок в танковых частях!
—Çылăхсăр çын, ара, сăмах çинех çитрĕ…
—Кĕтсе ывăнтăмăр, сана, Салампи!
—Чĕнме те икĕ хут, икĕ хут ятăмăр…
—Ма час килмерĕн, хĕрĕм?
—Мама! Мама! Папа салтакран килчĕ!
Салампи, пуян ĕçкинчи хăрхăм евĕр, çÿп шăтăкĕнчен малалла иртме хăяймарĕ, чарăнса тăчĕ. Алăк патнелле çурăмпа ларакан капитан хăвăрт сиксе тăчĕ те, ун умне çирĕппĕн утса пырса, алă пачĕ.
—Здравствуйте! Андрей Иванович Прохоров,— терĕ вăл, кăмăллăн йăлкăшса кулса.
Салампи, ним калаймасăр, алă тытрĕ. Çак йывăр вăхăтра ăна Валерий çăлчĕ.
—Мама! Мама! — телейлĕн кăшкăрса ячĕ ача, платйĕ аркинчен çакăнса.— Пĕлетĕн-и, папа ман валли мĕн илсе килнĕ? Кăтартас-и, кăтартас-и?
—Ну, Салампи, телейлĕ кун, телейлĕ кун ячĕпе-ячĕпе,—терĕ Яшманов, хĕре тулли черкке пама тăрса.— Тĕппипех ĕçсе пар, телейĕр тулли пултăр.
—Каçарăр, эпĕ ĕçрен… кăшт тумланса кĕрем, эпĕ халех,— терĕ Салампи, Яшманова куçран пăхса, анчах вăл çакна кама каланине, Яшманов та, амăшĕ те, Павăл та сисрĕç.
Салампи верандăна тухрĕ те лампочкă çутрĕ, пахча енчи чÿречене уçса ячĕ. Кĕрхи пахчаран уçă сывлăш çапрĕ, клуб енчен купăс сасси вĕçсе килчĕ — Коля пулас, Алмазов кĕввине питĕ ăста калать… Салампи, петĕм чунтан тунсăхласа, Алмазова аса илчĕ…
Салампи хыпаланса чăматанран япаласене тустарма пуçларĕ, — ун пек чухне шыранă япалана час тупаймастăн,— темиçе платйĕ те тытса пăхрĕ, пĕрне те килĕштермере, юлашкинчен, “кăвакарчăн куçе” чечеклĕ кăвак платйĕ тăхăнма шут тытрĕ. “Ку платйĕне Анна Ивановна та питĕ юрататчĕ: кăвак тĕс куç çине ÿксе илем’ кÿрет, тетчĕ”,—аса илчĕ хĕр. Платйĕ тăхăнсан, брошкă тупаймарĕ, брошкă тупăнсан, пуç тури Таçта кайса кĕчĕ.
—Хăçанччен кĕттерес тетĕн?—терĕ верандăна тухнă Павăл.— Атя, аннÿ сансăр пичке пуçламасть…
Салампи çÿçне тепĕр хут çивĕтлесе пуç тавра кăшăлласа çыхасшăнччĕ, анчах Шамбулкин ăна вăйпах пÿрте çавăтса кĕчĕ, кĕреке варрине лартрĕ. Андрее те сĕтел хушшине лартрĕç, Валерик хăех вĕсен .хушшине кĕрсе вырнаçрĕ, Федор Иванович хыçлă пукаи çине ларчĕ, Салампи амăшĕпе Валерий амăшĕ турă кĕтессинерех шурĕç, Шамбулкин: “Пирĕн, танкистсен, кĕрекере те пĕрлех пулас”,— текелесе, Андрейпе юнашар пулчĕ.
—Ырлăха — перекет, хамăра — телей,— тесе, Яшманов кĕреке курки пуçларĕ. Хĕрнĕçемĕн вăл ăнланмалла мар калаçма, сăмахсене икшер хут калама тытăнчĕ.
—Юрататăп-юрататăп Салампие, колхозра-колхозра пĕрремĕш хĕр, пултарать-пултарать, хамăр çын, хамăр çын,— терĕ вăл, Андрей еннелле пăхса.
—Çирĕм пилĕк пăру пăхса ÿстерчĕ, пĕри те вилмен, чирлесе пăсăлман, порядок! — терĕ хĕрме пуçланă Павăл та.— Районта иккĕмĕш вырăна тухрăмăр кăçал выльăхчĕрлĕх ĕрчетес енĕпе. Килес çул “Малалла” колхоза çитсе иртетпĕрех! Фермăна водопровод кĕртетпĕр…
Карчăксем, вырăсла пĕли-пĕлми калаçаççĕ пулин те, теплерен сăмах хушкаларĕç, мĕн пур лайăх кучченеçе хаклă хăна умне хума пикенчĕç, Андрей çинчен куç илми пăхса ларчĕç, вăл калаçнине сăмах сиктерми итлерĕç — иккĕшне те вара хăна кăмăла кайрĕ.
—Мĕнле ăслă-йĕрлĕ калаçать, чăн-чăн пурнăç çынни, тăхлачă, сиввине-ăшшине курнăскер, пурнăçа каялла ярасскер мар,— терĕ Валерий амăшĕ Салампи амăшне.— Тем пекехчĕ ĕнтĕ Салампипе иккĕшĕ пĕр-пĕрне килĕштерсен, унран лайăххине кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймăн. Ĕмĕр пĕрле кун курас мăшăр, лайăх мăшăр пулмалласкер.
—Пирĕн пек чăваш хĕрне пăхмасть пуль вăл,— терĕ çеç Салампи амăшĕ, ассăн сывласа.
—Çынтан-çынтан кая-им?—чăвашла каларĕ ăна Яшманов.— Салампи пек хĕрсене-хĕрсене эпир яш чухне, яш чухне виççĕ выртса те пĕрре тĕлленмен, пĕрре тĕлленмен.
—Андрей Иваныч! — сасса хăпартарах кăшкăрчĕ
“пиçсе çитнĕ” Павăл, никама итлемесĕр, хăйĕн калавне малалла тăсса.— Çитетпĕр хайхи Фиш-Хаузен патне, çитетпĕр, так? Генерал пире калать: “Кенигсбергăн çурçĕр енне çитсе, Балтикă тинĕсĕ хĕррине тухмалла. Тухатпăр-и, гвардеецсем?” — тет. “Тухатпăр, генерал юлташ!” — тетпĕр…
—Тухас çăл куçĕ çул тăваткăлĕнче те тухать,— теççĕ.
Тен, кам пĕлес?.. Телей пултăрччĕ ĕнтĕ Салампие,— терĕ Валерий амăшĕ, черккери эрехне сетĕл çине тумлатса, вара йăлишĕн тутанса пăхрĕ.
—Андрей Иваныч! — никама итлемесĕр, малалла каларĕ Шамбулкин.— Пĕр сехет хушшинче пирĕн шăпах Кенигсберг хыçне тухмалла, танксем пирĕн кĕрлесе кăна лараççĕ. Порядок!
—Чĕркки виççĕ кăна, Андрей Иваныч, ан ятлăр, эрех ĕçмен çынсем патне лекрĕмĕр-лекрĕмĕр.
—”Гвардии ефрейтор Шамбулкин!”—тет мана хайхи генерал… “Я — гварди ефрейтор Шамбулкин!..”
Павăл сиксе тăрать те хăй генерал умĕнче мĕнле хытса тăнине кăтартать.
—Мама, мама! Ку орденне мĕншĕн панă, пĕлетĕн-и? Эпĕ пĕлетĕп, паттăр пулнăшăн,— тет ашшĕсĕр пуçне никама та итлемен Валерик.
Салампи ним те шарламасть, кашни мĕн калаçнине тăнлама тăрăшать, пур пĕрех ăса илеймест: ăна халь те пĕр пысăк шухăш канăç памасть. Кун хыççăн кун килет, анчах уншăн çак кун тепре килес çук, çак кун е çак çĕр ун пурнăçне тепĕр майлă çавăрассăн туйăнать; хăш самантран, хăш сăмахран пулĕ-ши вăл — паллă мар, çапах çав самант, çав сăмах сехетсерен çывхарса килнине Салампи хăйĕн пысăк сисĕмлĕ чун-чĕрипе туйса тăрать.
—”От лица службы объявляю вам благодарность, гвардии ефрейтор Шамбулкин!” — тет мана генерал.— “Служу Советскому Союзу!”
Павăл, каллех сиксе тăрса, хăй генерала мĕнле саламланине, туса кăтартма тăрăшать, анчах ниепле те тÿрленсе тăраймасть, сулăна-сулăна каять.
—Чарăн-ха, чарăн, Павăл. Андрей Иваныч, ăçта, ăçта каясшăн эс? Пирĕн колхоз, ак, мĕнрен япăх, мĕнрен япăх! Кăçал ĕç кунсерен тăватшар-тăватшар кило тырă тухать. Лайăх ĕçлекенсем — ак, Салампиех — лавĕ-лавĕпе тырă илеççĕ, — терĕ Яшманов, Прохорова сĕтел урлă курка тыттарса. — Сирĕн пек специалистсем, специалистсем, механизаторсем, питĕ кирлĕ пире кунта.
—Эпĕ каясса та, юласса та шухăшламан-ха,— кулкаласа каларĕ Андрей.
—Ан кай, ан кай, папа! Сана тек ниçта та ямастпăр. Кукам патĕнчех питĕ-питĕ-питĕ лайăх, мамăпа пĕрлех питĕпитĕ-питĕ лайăх! терĕ ывăлĕ, ун çумне йăпшăнса.
Пурте хаваслăн кулса ячĕç, Салампи çеç шăл шурри те кăтартмарĕ.
Хăнасем пуррине пĕлмĕш пулса, Маруçпа Таруç килсе кĕчĕç. Иккĕшĕ те пĕр пек тумланнă: чĕнтĕрленĕ шурă кĕпепе, симĕс саппунпа, шурă тутăрпа. Вĕсем Андрее: “Лайăх-и?”—тесе алă пачĕç те алăк патнерех вырнаçрĕç. Салампи амăшĕ вĕсене пĕрер стакан сăра тултарса пачĕ. Тусхĕрсем пăшăлтатса ларчĕç-ларчĕç те сăрине ĕçмесĕрех тĕпĕртетсе тухса кайрĕç — ирччен вара “Салампие çураçма килнĕ” хыпар çур яла саланчĕ, ирхине вăл хыпар пушă витресемпе пĕрле ял варринчи çăл патне çитрĕ…
—Килен хăнан кайни илемлĕ. Сăри лайăх тесе, ураран тайăличчен, чĕлхерен такăниччен ĕçсе ларас мар,—текелесе, Павăл та хĕрсем хыççăнах тухса кайма васкарĕ.—Ыран ирех хулана тырăпа каймалла, каçарăр,— терĕ вăл, Андрее алă парса.
—Ыран каçхине пирĕн пата пырса ларăр, кĕтетĕп, пымаллах, штоп порядок пултăр!
Павăл тухса кайсан, Салампи пушшех пăшăрханчĕ, хăнасем тухса кайнăçемĕн йывăр самант çывхарнăн туйăнчĕ ăна.
—Акă, Елюна, кил-йыш пухăнчĕ те,— терĕ Яшманов. — Мĕнрен кил-йыш мар, кил-йыш мар?
Юрать, вăл чăвашла каланăран, Андрей ăнланаймарĕ, Салампи сĕтел хушшинчен хăвăрт тухрĕ те верандăра хăна валли вырăн сарма тытăнчĕ. Халĕ вăл ним шухăшлама та пĕлмерĕ: Яшманов сăмахĕ ун чĕринчен тухмарĕ.
…Хĕвел верандă чÿречи витĕр кĕрсен, Андрей куçне уçрĕ, пĕр хушă хăй ăçта килсе лекнинчен тĕлĕнсе выртрĕ унтан сасартăк ывăлĕ çинчен аса илчĕ те, çак телее ĕненмесĕр, хăвăрт сиксе тăчĕ, уçă чÿрече умне пырса пÿлĕмелле пăхрĕ. Чÿрече умĕнчи сак çинче Валерик ирĕлсе кайсах çы вăрать, çи виттине сирсе урайне ÿкернĕ, алли-урине сарса пăрахнă.
—Сынок,— терĕ шăппăн Андрей, чÿрече витĕрех ачине пуçран лăпкаса.
Валерик анасласа, тутлăн карăнса илче те куçне уçсанах, телейлен йăлкăшса кулса, ашшĕн алли Çумне пичĕпе ачашшăн сĕртĕнчĕ.
—Папа!
—Ну, тăр, герой, физзарядкă тăватпăр, терĕ Андрей.
Валерик, çавăнтах сиксе тăрса, кил картине чупса тухрĕ, ашшĕнчен курса, вăл та “искультур” турĕ. Вĕсем лаç умĕнче çăвăннă чухне Салампи амăшĕпе Вихтăр Мурзаев килсе кĕчĕç.
—Така пусмаллаччĕ,— ăнлантарчĕ карчăк Андрее.— Паян кĕтÿрен хăвартăм. Каçсерен таврăнми пулчĕ, те кашкăр туртса çурас пур-ха, те çухалас пур — пусасчĕ хальтерех.
Вихтăрпа Андрей такана пусса, тирне сÿсе тирпейлерĕç, ашне вакласа тăварласа нÿхрепе лартрĕç. Амăшĕ лаçра, пуç-ура вĕтсе, яшка çакса ячĕ. Вихтăр апат пиçиччен те тăхтамарĕ: “Кантăр татнă çĕре васкатăп, каçхине килĕп”,— тесе тухса кайрĕ. Пуç-ура яшки пиçнĕ çĕре Салампи килчĕ. Пÿрте шăна тулать тесе, лаçрах çирĕç. Аш валеçнĕ чухне амăшĕ така пуçне пĕтĕмпех Андрей умне хурса пачĕ.
—Ан тирке, пирĕн йăли çапла: така пуçне яланах чи хакла хăна умне е кил пуçĕ умне хурса параççĕ,— терĕ вăл, вырăсла-чăвашла хутăш.— Салампи, каласа ăнлантар-ха, ман чĕлхе-çăвар çаврăнсах каймасть.
Салампи амăшĕ каланине вырăсла куçарчĕ, анчах “хаклă хăна” пирки çеç каларĕ, “кил пуçĕ” тенине асăнмарĕ. “Мĕншĕн манран ыйтмасăрах Андрее кил хуçи тăваççĕха?”—тĕлĕнсе шухăшларĕ вăл.— Яшманов та, Валери амăшĕ те, фермăри хĕрсем те мана ыран-паян Андрейпе мăшăрланас çын вырăнне хураççĕ, анне те çаплах шухăшлать пулас? Мĕнле сăлтав пур-ха вĕсен çапла шутлама?”
—Мама, мĕншĕн эсĕ çиместĕн? — ачашланса ыйтрĕ Валерик вырăсла.— Папа, ав, юмахри Хырăм-паттăр пек çиет.
“Хырăм-паттăр” сăмаха вăл вырăсла тупса калаймарĕ пулин те, ашшĕ ăнланнă пек пулчĕ, хаваслăн кулса ячĕ.
Салампи килти çын евĕр мар, хăна хĕрĕ пек именчĕклĕн çикелесе ларчĕ, часах сĕтел хушшинчен тухрĕ.
—Каçарăр, мана фермăра питĕ кĕтеççĕ, районтан зоотехник килнĕ,— терĕ вăл Андрее, вара васкасах тухса кайрĕ.
“Мĕн тери чипер, мĕн тери ырă чунлă хĕр!”—шухăшларĕ Андрей, ун хыççăн ытарайми пăхса; çак самантра вăл хăй Салампирен пилĕк-ултă çул аслишĕн те, хăйĕн пит-куçĕ сÿранланса илемсĕрленнишĕн те хурланчĕ, анчах ку салху туйăм, çуллахи шăрăхра уçă çил варкăшса иртнĕ пек, хăвăрт иртсе çухалчĕ, ун чĕрине каллех ниçта шăнăçайми телей çĕклентерсе ячĕ…
Апатланнă хыççăн Валерик ашшĕне сада ертсе тухма тăчĕ, анчах чалăшса кайнă анкарти хапхине ниепле те уçаймарĕ.
—Мамаша, пуртă пар-ха,— терĕ Андрей, хăлтăр-халтăр хапхана уçса пăрахса. Вăл пуртă тытрĕ те хапха йĕпсине шаккаса хытарчĕ, çĕнĕ савăл çапрĕ.
—Ну, Валерик, халĕ çăмăлах уçса хупма пултаратăн.
Вĕсемпе пĕрле сада карчăк та тухрĕ, хăнана сад кăтартса çÿрерĕ.
—Кусене, çамрăк улмуççисене, йăлтах Салампи хăй лартса ÿстерчĕ, йывăç лартма питĕ юратать, ашшĕнех хурĕ. Ашшĕ çаплаччĕ. Ак ку улмуççисене вăрçă тухнă çул Салампипе Мускав хĕрĕсем лартрĕç, пирĕн ялта Мускавран, Ленинградран куçса килнисем нумайччĕ, пирĕн патра та пĕр çемье пурăнчĕ. Питĕ ырă çынсемччĕ. Вырăсла перкелешме çавсенчен вĕрентĕм.
—Эвакуированнăсем-и?
—Çавсем çав. Пĕр кил-йыш пекех пурăнтăмăр. Салампи патне халĕ те çыру çырсах тăраççĕ.
“Чăнах та, пĕр кил-йыш пекех, пур халăх та пĕр килйыш пекех,—савăнăçлăн шухăшларĕ Андрей.— Чăвашсем тылра ывăлăма пăхса ÿстерчĕç, фронтра та манпа туслă маттур чăвашсем пурччĕ. Пире пурне те чăн пысăк çемье туйăмĕ тăванлатать. Тĕрĕс калать карчăк, эпир пĕр çемьери çынсем пекех туслă пурăнатпăр”.
Вăл мунча алăкне тĕртсе пăхрĕ, петлесĕр алăк çавăнтах хăлтăртатса ÿкрĕ.
—Тахçантанпах хутман ĕнтĕ вăл мунчана, ахалех япăхса ларать, кăмака тÿпи те ишĕлсе аннă,— терĕ Салампи амăшĕ.
—Кивĕ авăн вучахĕ пур-и?
—Пур.
—Кăмаки те пулĕ?
—Пулмасăр ара.
—Апла пулсан, халех ăна пăсса мунча кăмакине тăрлатпăр, паян хутма юрăхлă пулать.
Андрей алăк петлине юсаса çапрĕ, гимнастеркине хывса хучĕ те мунча кăмакине пăсса купалама тытăнчĕ. Кăнтăрла тĕлнелле вăл мунча кăмакине тăрласа пĕтерчĕ лапкине юсарĕ, кăнтăрла иртсен улмуççисем айĕнчи кайăва çулса пăрахрĕ.
—Аçу пур пекех туйăнчĕ çав,— терĕ амăшĕ, хĕрĕ мунча хутнă çĕре пырсан. Салампи хирĕç нимĕн те чĕнеймерĕ, урамри çăлтан темиçе витре шыв кÿрсе пачĕ те каллех фермăна кайрĕ.
Мунча пулса çитнĕ, çĕре Борисов килсе кĕчĕ, Андрейпе иккĕшĕ лаç умĕнче чылайччен калаçса ларчĕç, юлашкинчен мунча та пĕрлех кĕчĕç. Чей ĕçме Григорий Петрович Андрее хăй патне илсе кайрĕ…
Çапла икĕ кун иртрĕ, Салампи те, Андрей те Валерик пирки сăмах тапратмарĕç.
Салампи фермăна анкарти витĕр тухса каясшăнччĕ, анчах садра Валерикпе ашшĕ калаçнине илтрĕ те, пахча алăкне уçма хăяймасăр, чарăнса тăчĕ. Ашшĕпе ывăлĕ вырăсла калаçаççĕ.
—Папа, мĕнле суран ку сан, пит урлă каçаканни, папа?
—Пĕр самурай, тăшман, хĕçпе касрĕ, ывăлăм.
—Мĕншĕн кастартăн?
—Сисеймерĕм, ывăлăм, кĕтмен çĕртен касрĕ. Эпĕ танк ăшĕнчен тухаттăм, вăл вăрттăн сыхласа тăнă-мĕн. Кăшт çеç вĕлеретчĕ,— юрать, пĕр чăваш ачи çăлчĕ.
—Мĕнлескер пулчĕ çăлаканни, папа?
—Хамăр салтакчĕ. Самурай хĕçпе касма тăрсан, çав салтак мана кăкăрĕпе хÿтĕлерĕ, хăй вилчĕ — мана çăлса хăварчĕ.
—Мĕнлескер пулчĕ çăлаканни, папа?
—Юрататчĕ, ывăлăм. Пирĕн салтаксем командирсене яланах юратаççĕ. Ÿссен хăвах пĕлĕн-ха.
—Ÿссе çитсен эпĕ те салтак пулатăп. Ак ку тата, сылтăм алăри, мĕнле суран, папа?
—Ăна фашистсем, тăшмансем, амантрĕç, ывăлăм.
—Кукам калать: паттăр çын нихçан та сурансăр пулмасть, тет.
—Кукаму юратать-и сана, Валерик?
—Кукам питĕ-питĕ-питĕ юратать. Вăл яланах мана чăкăт çитерет. Эпĕ сĕт юратмастăп.
—Мама юратать-и сана?
—Мама питĕ-питĕ-питĕ юратать.
—Эсĕ ăна юрататăн-и?
—Эпĕ те мамăна питĕ-питĕ-пите юрататăп.
—Мана юрататăн-и тата?
—Сана та питĕ-питĕ-питĕ юрататăп.
—Кампа пурăнас тетĕн-ха малашне? Мамăпа-и, папăпа-и?
— Мамăпа та, папăпа та, кукампа та.
Вăрттăн итлесе тăма лайăх мартан Салампи каялла çаврăнчĕ те фермăна урампа кайрĕ.
Виççĕмĕш кун çитрĕ. Хăналанас вăхăт иртсе пырать ĕнтĕ, чи кирли çинчен калаçса татăлмалла: е Валерик ашшĕпе пĕрле каять е… е мĕнле? Кайсан та — ăçта каймалла? Лере те ним юлми арканнă, кил-йĕр те, тăван-пĕлĕш те çук — йăлтах фашистсем пĕтернĕ; çĕнĕрен пурнăç çавăрма тытăнмалла. Тата Валерике кунтисенчен мĕнле уйăрса каймалла-ха? Ăна илсе каймасан — вара мĕнле? Григорий Петрович, ав, кунтах юлма, районти МТСа ĕçе кĕме ÿкĕтлет. Анчах ăçта юлмалла, ăçта пурăнмалла, кампа, мĕнле?
Андрейĕн пĕртен пĕр тĕрĕс, ырă шут пур, анчах вăл ăна çынна калама мар, хăй ăссĕн шухăшлама та именет-ха.
Хăйĕн ывăлĕ пуррине пĕлнĕренпе Андрей çак “тĕлĕнмелле ятлă хĕр” çинчен ирĕн-каçăн сахал мар шухăшланă, вăл ăна хăй ĕмĕтĕнче хитререн хитре, ырăран ырă курнă, унăн илемлĕ ятне ывăлĕ ячĕпе пĕрлех асăннă. Анчах халĕ, çак хĕре куçа-куçăн курса калаçнă хыççăн, Андрей хăй маларах ун çинчен пур пĕр тивĕçлĕ чухлĕ шухăшламаннине, ăна халиччен тивĕçлĕ чухлĕ юратманнине ăнланчĕ; Салампи унăн чи пысăк ĕмĕтĕнче курăннă пикерен темиçе хут лайăхраххине туйса илсен, Андрей чунтан савăнас вырăнне пăшăрхана пуçларĕ: Салампи çулпа кăшт аслăрах пулас пулсан та, кăшт сахалтарах вĕреннĕ пулас пулсан та, кăшт илемсĕртерех пулас пулсан та — Андрейшĕн телее ĕмĕтленме çăмăлтарах пулĕччĕ-и, тен? Анчах Салампи Андрейрен пилĕк-ултă çул çамрăк, Андрейрен нумайрах вĕреннĕ, çитменнине тата — ирхи сывлăм пек таса, илемлĕ…
Каçхине каллех Борисов килсе Андрее хăй патне чĕнсе кайрĕ. Андрей ун патĕнчен çĕрлене юлса таврăнчĕ, апат çинĕ чухне Салампи çине пăхмасăр каларĕ:
— Районти МТСа ĕçлеме кĕретĕп, телефонпа калаçса татăлтăм. Хытă чĕнеççĕ, хваттер параççĕ.
Карчăка ку хыпар калама çук савăнтарчĕ.
—Ара, кунтах пурнăç лайăх, тырă вăйлă пулнă çул кунти пурнăçа ним те çитес çук,— терĕ вăл, савăнăçне пытармасăр. Хĕрĕ нимех те шарламарĕ.
Тепĕр кунне Андрей района кайрĕ те таврăнмарĕ. Вăл çукки Валерике те, кукамăшне те; Салампие те сисĕнчĕ, унсăр кил-йышра такам çитмен пек туйăнчĕ.
Андрей шăматкун, кăнтăрла иртсен, таврăнчĕ.
—Тракториста кĕтĕм, хваттер пачĕç, халь ĕнтĕ пурăнма унта куçасси çеç юлчĕ,— терĕ вăл.
Салампи амăшĕ вăл мĕнле, кампа куçасси пирки шухăшларĕ те хирĕç сăмах тупса калаймарĕ: Андрей МТСа ĕçе кĕрсен те, пурăнма кунтах, Анаткасра, юласса шаннăччĕ вăл.
—Çавапа ăçта кайма хатĕрленнĕччĕ эсир, мамашă? — ыйтрĕ Андрей, калаçмасăр тăма лайăх маррине туйса.
—Вăрманта кăшт çулса пăрахмалăх каю пурччĕ, пĕр лав пулать-и, çук-и. Çуркунне юман лартнăшăн тесе, лесник çулма каласаччĕ те — нимпе те ал çитеймерĕ. Каю ути, вĕтĕскер, ытла тухăçлах мар та-ха, путексене, пăрăва çитерме юрĕ ĕнтĕ.
— Мана илсе кайăр-ха, мамашă, питĕ утă çулас килет,— терĕ Андрей.
Карчăк килĕшрĕ, ун чĕринче каллех малтанхи шанчăк çирĕпленчĕ.
Вăрман ялтан инçех мар, Салампи амăшĕ Андрее ăçта çулмаллине кăтартрĕ те хăй киле таврăнчĕ.
—Каçхине лаша кÿлсе килĕпĕр, хам килĕп-и, Салампи килĕ-и, мĕнле пулĕ унта,— терĕ вăл Андрее.
Салампи фермăран каçа хирĕç тин çитрĕ.
—Хĕрĕм,— терĕ ăна амăшĕ,— Валерик ашшĕ. кăнтăрларанпах вăрманта, кив утар вырăнĕнче, каю çулать, лаша кÿлсе кай-ха. Эсĕ ерçиччен фермине хам та кайса ĕçлĕп. Тиесе килĕр çав утта. Ытла чĕрĕ пулсан, ан тивĕр, ыран тавăрса типĕтĕпĕр, килте сарса типĕтме вырăнĕ те çук, тата кăшт хуран айне хумалăх хăрăк шанкă хурса килсен лайăхчĕ те…
—Юрĕ эппин, кайса килĕп, унччен эсĕ фермăна кайса асăрхакала. Валерике кÿршĕсем патне хăвар,— терĕ хĕрĕ.
Вăл уйран лаша тытса килсе кÿлнĕ çĕре тĕттĕмлене пуçларĕ. Салампи пÿрте кĕрсе шурă платйĕ тăхăнчĕ, шурă тутăр çыхрĕ, пахчана тухса пилĕк-ултă пан улми татрĕ, пĕр кукăль чикрĕ те вăрмана тухса кайрĕ.
Вăрманта пăч-тĕттĕм, урапа шăлтăртатнă саса инçете каять. Темле хĕр, вăрманта каю çулнăскер-ши е мăйăра килсе кая юлнăскер-ши, хурлăхлă юрă юрлани илтĕнет, çав юрă шухăша ярать, Анатолий кĕвĕленĕ юрăсенчен тахăшне аса илтерет.
Мĕн калĕ ĕнтĕ кĕçĕр Салампи Андрее? Е ним каламасăрах пĕр-пĕрне ăнланĕç-ши вĕсем? Халиччен те Салампи Андрее ятран чĕнмен-ха, кĕçĕр чĕнĕ-ши? Е нихçан та ăна ятран чĕнмелле пулмĕ-ши? Çĕр тĕслĕ те шухăшласа пăхать хĕр, анчах пĕрмай пĕр шухăш патне пырса тухать: “Эпĕ Анатолие юрататăп, ăна манма пултарассăм çук”.
Кивĕ утар вырăнĕнчи уçланкăра салатман паккуссем выртаççĕ, Андрей курăнмасть. Ăçта кайнă-ха вăл? Е киле таврăннă пулсан?
—Андрей!—кăшкăрса ячĕ Салампи.
—Э-эй!—янăраса кайрĕ каçхи вăрманта хĕр сасси; вăл, çывăхри çырма тăрăх авкаланса, кашни кукăра кĕрекĕре тухса çухалчĕ. Çак самантра Салампие амăшĕ калани аса килчĕ: “Ĕлĕк авал çĕнĕ çын хăйĕн пулас мăшăрне ятран чĕнме вăтансан, ăна сĕм вăрман варрине çĕтерсе хăварнă, тет, хăраса ÿкнĕ хĕр вара ирĕксĕрех хăйĕн пулас упăшкине ятран чĕнсе кăшкăрнă, тет”. Çакна аса илсен, Салампи: “Андрей Иваныч!” — тесе кăшкăрчĕ.
—А-а-а! — тавăрчĕ каллех сĕм вăрман.
Андрей çывăхри шĕшкĕ тĕмĕ хыçĕнчен тухнине Салампи куçпа курса мар, чунĕпе сисрĕ те савăнса кайрĕ, ăна хирĕç вĕçсе пырас килчĕ унăн, анчах вăл ути-утми çеç ун патне çывхарче.
—Эпĕ кунта, çывăхрах, хăрăк шанкă пухрăм… Здравствуйте! — терĕ Андрей, алă парса, анчах ун сасси те, алли те çак самантра ахаль япаласем çинчен мар, тем урăххи. çинчен систернĕн туйăнчĕ.
—Утă ытла чĕрĕ, типĕтмесĕр тиесе каяс мар,— терĕ Салампи çирĕппĕн.— Пысăк лавах пулмасть, кĕçĕр кунтах çĕр каçăпăр.
—Мана пур пĕрех, ыран ĕçе тухас çук, вырсарникун,— терĕ Андрей.— Вăл каллех хăй мĕн калани çинчен мар, пачах урăххи çинчен, пурнăçра чи кирли, чи хакли çинчен шухăшланине Салампи ун сассинченех сисрĕ те чĕринче Андрее хĕрхенчĕ.
Андрей урапана лаштра юман айне лартрĕ, лашана тăлласа уçланка ячĕ, урапа çине пĕр-икĕ чикĕм утă хучĕ те çиеле шинель сарчĕ. Çак самантра вĕсене иккĕшне те пĕрпĕрне тахçантанпах çывăх пĕлсе пурăннăн, çакнашкал çĕр выртса утă çулма вăрмана тахçантанпах пĕрле çÿренĕн туйăнчĕ.
Андрей мăйăр нумай пухнă иккен. Иккĕшĕ, урапа çине юнашар ларса, мăйăр курланкине шĕкĕлчерĕç, шĕкĕлченине-пĕр, Валерик валли тесе, шинель кĕсйине тултарчĕç, мăйăр катса, шăкăл-шăкăл калаçрĕç. Тухăçа кăвак çутă çапичченех ларчĕç, тем çинчен те, тем çинчен те калаçрĕç, хăйсен пулас шăпи çинчен кăна асăнмарĕç.
Салампи тĕрĕс ăнланасса шанса, Андрей ăна хăйĕн вăрçăчченхи телейлĕ пурнăçĕ çинчен те, юратнă арăмĕ çинчен те, пысăк хуйхи çинчен те, Валерике мĕнле шыраса тупни çинчен те тĕплĕн каларĕ; вăл хăйпе Салампи хушшине вилнĕ арăмĕ тухса тăнине туйрĕ, çавăнпа иртнине асăннă хушăрах урăх юрату, урăх ĕмĕт çинчен сăмах пуçарасси — илемсĕр, кÿренмелле пуласса ăнланчĕ. Салампи пĕтĕм чунтан пăлханса, хурланса итлени ăна лăплантарчĕ, шанчăк пачĕ.
Телейлĕ Андрей, кунĕпе ĕçлесе ĕшеннĕскер, утă çине кăшт таянчĕ те тÿрех тĕлĕрсе кайрĕ. Шап-шурă тумлă Салампи унăн пуçĕ вĕçĕнче госпитальти сестра пек хураллăса ларчĕ. Сывлăм хытă ÿкнĕрен çан-çурăма сивĕ çапсан, вăл, Андрей çумнерех шуса ларса, шинель аркипе пĕркенчĕ, ыйхă пусса килнипе ик-виçĕ хутчен Андрей çинелле сулăнчĕ, юлашкинчен вара пуçне ун кăкăрĕ çине хучĕ те вилнĕ пек çывăрса кайрĕ. Ирхине вăл, кайăк юррипе вăранса, Андрей çине куç сиктерми пăхса ларчĕ.
Андрей месерле выртать, хăрах аллине пуç айне хунă, тепри урапа хĕрринчен усăнса тăрать,— Салампи ăна урапа çине илсе хучĕ, сирĕлсе кайнă шинель аркине çÿлерех туртса, Андрее витрĕ.
Андрей пакунĕсене те, орденĕсене те вĕçертсе киле хăварнă (гимнастеркă çинче вĕсен йĕрĕ палăрать), çухине йÿле янă, пиçиххине пушатнă, канлĕн сывласа выртать. Сарă çÿçĕ тăнлавĕсенче кăтраланса тăрать (Салампи унăн çÿçĕнчен утă пĕрчине илсе пăрахрĕ), çырă куç харшийĕсем çăра та тикĕс; янахĕнче, Валерикĕнни пекех, путăк пур; илемлĕ пичĕ урлă суран йĕрĕ каçать,— çав суран та хаклă пек туйăнчĕ.
“Юратмалла çын, кăмăллă, ĕçчен çын, ахальтен мар ăна анне те, ыттисем те хăвăртах килĕштерчĕç. Анчах… Валерике те, Ленăна та, аннене те, Саланова та эпĕ çавнашкал туйăмпах юрататăп-çке? Мĕншĕн-ха Анатолие пачах урăхла юрататăп, ăна хам ăшăмра туйса çÿретĕп? Анатолий…”
Салампи калемпĕр шăршиллĕ утă çине пуçне хучĕ те çывăрса кайрĕ, ытарайми тутлă тĕлĕкĕнче хăйĕн асран кайми савнине курчĕ.
Андрей куçне уçсанах пĕчĕк ача пек сассăр çывăракан хĕре курчĕ те хăйне хăй ĕненмерĕ, сывлама хăяймасăр, питĕ асăрханса, ăна шинель аркипе витрĕ.
Салампи хăйне çын алли сĕртĕннине сиссе мар, хăй çине ытарайми пăхнине сиссе, пысăк куçне уçрĕ те ыйхă тĕлĕшпе йăлкăшса кулчĕ; вăл пачах Андрее курса мар, тĕлĕкĕнчи Анатолие çапла кулса кăтартрĕ.
Çак кулă Андрейшĕн ир тухакан хĕвел пек курăнчĕ; хĕвелпе пĕрле пур чĕрчуншăн та хаваслă кун пуçланнă пекех, Андрейшĕн те çав хаваслă кулăпа çĕнĕ пурнăç пуçланассăн туйăнчĕ. Анчах хăй çапла шухăшласа калама çук йăнăшнине Андрей çак самантра тавçăрса илеймерĕ.
Кăнтăрлаччен вĕсем сывлăмлă паккуссене салатса типĕтрĕç, урапа кăшкарĕ тулмалăх вутă тупрĕç, кăнтăрла иртсен тин утă тиесе киле таврăнма тапранчĕç. Вăрмантан тухиччен, çул ытла япăх пирки, Андрей лашана чĕлпĕр вĕççĕн çавăтрĕ, Салампи çул хĕрринчи шĕшкĕ тĕмĕсенчен мăйăр таткаласа пычĕ. Уя тухсан, Андрей тулли лавпа мăн çулпа кайрĕ, Салампи тÿрĕ сукмакпа утрĕ.
—Салампи! Акрамова! — илтĕнчĕ такам кăшкăрни.
Хĕр сасă илтĕннĕ еннелле çаврăнчĕ те мăн çул енчен
Çемен Саланов карттуспа сулса чупнине курчĕ. Вăл тăпах чарăнса тăчĕ, хăйĕн çывăх юлташне кĕтрĕ.
Саланов гимнастеркăпа, атăпа, сарлака чĕн пиçиххи хушшине, çурăм хыçне, пĕчĕк пуртă хĕстернĕ; хăй чупса ăшша пиçнĕ, йывăррăн сывлать, хура çÿçĕ арпашса пĕтнĕ, уйрăм пайăркисем тарлă çамки çумне çыпçăннă.
—Аран илттертĕм. Ăçтан таврăнатăн капла? Салам! — терĕ вăл, хĕре алă парса.
—Салам! Вăрмантан каю ути турттарса килетĕп,— йăлкăшса каларĕ Салампи.— Ху ăçта каяттăнччĕ?
—Эпĕ вăрмана çÿçе касма каятăп, уçăлмалла пек. Колхозăн сад карти япăхрĕ, çавна тÿрлетмелле. Леçник çамрăк юманлăхра çÿçе хунавĕсене касма чармасть… Ăçта-ха сан утă лавĕ?
—Авă мăн çулпа пырать, курмастăн-им?
—Куратăп та-ха… Кам вăл, лав çинчи? Шамбулкин-и?
—Çук, Валерик ашшĕ. Вăл таврăнни çинчен илтмен-им эсĕ?
Саланов хура куç харшийĕсене пĕрчĕ, пĕр хушă чĕнмерĕ.
—Илтсеттĕм. Борисов каларĕ, хамăр МТСа ĕçлеме кĕчĕ, терĕ.
—Çакна пĕлтересшĕн уй урлă чупрăн-им? — шÿтлесе каларĕ хĕр.
—Çук, Салампи. Эпĕ сана пĕр хыпар пĕлтересшĕнччĕ… Тен, халĕ кирлех те мар пуль,— ирĕксĕртереххĕн сăмах хушрĕ каччă.
Салампи чĕри кăртах турĕ.
—Ман çинчен япăх ан шутла, Çемен! Нихçан та! Кала хăвăртрах, мĕнле хыпар? Анатолий çинчен-и? Вăл кунта килчĕ-и? Каласам часрах, ан асаплантар! Курмастăн-им чунăм тулли тунсăхăма? —хыпăнса каларĕ хĕр.
—Çыру ячĕ. Сана салам калама хушать…
—Çемен! — сасартăк кăшкăрса ячĕ хĕр. Ун сассинче виçесĕр савăнăç та, юрату асапĕ те, уйрăлу тунсăхĕ те, чунĕ çунни те сисĕнчĕ. Хĕр сăнĕ хăвăрт улшăнчĕ, пĕрре шуралса, тепре хĕрелсе кайрĕ, кăвак куçĕсем самантрах куççульпе тулса ларчĕç—Ăçтан çырнă? Ăçта вăл?
—Адресне кăтартман. Алтайран çырнă пулас: открытки çинче Барнаул почти пуснă пичет пур. Пĕлетĕн ун кăмăлне — пилĕк-ултă пуплев кăна çырнă. Пĕр пысăк производствăра художествăллă пултарулăх коллективне ертсе пыратăп, тет, чăвашсем те пур. Иксĕмĕре асăнса тунсăхлатăп, тет. Урăх нимĕн те çырман…
Саланов тата тем каларĕ — Салампи ăнланмарĕ, илтмерĕ те. “Мĕн тăвас-ха адресĕпе, хăй ăçтипе? Кирек ăçта пулсан та,— Анатолий мана манман, манмĕ те! Вăл маншăн тунсăхлать! Урăх ним те кирлĕ мар мана, ыттине хамах ăнланатăп… Çĕр хут тав сана, Çемен, ырă хыпаршăн!..”
Çак самантра Салампишĕн пĕтĕм çутçанталăк юрласа янăн туйăнчĕ. Телейлĕ хĕр, савăнăçне ниçта чикеймесĕр, тусне ыталаса илчĕ те. хăваот вĕçерĕнсе, ансăо сукмакпа ял еннелле чупса кайрĕ. Каччă ун хыçĕнчен тĕлĕнсе кăна пăхса юлчĕ.
“Мĕншĕн çунат çук-ши этемĕн? Вĕçес килет, вĕçес килет çакнашкал вăхăтра! Тен, вĕçетĕп пулĕ, ура çĕре тивнине те сисместĕп-çке! — шухăшларĕ Салампи, йĕри-тавралла савăнăçлăн пăхкаласа.— Авă уйра хĕрарăмсем кантăр татаççĕ, арçынсем сĕлĕ кĕлти кĕртеççĕ, улăхра кĕтÿ çÿрет, унта ман хер-тусăмсем. Пĕлеççе-ши весем ман телее? Пĕлеççĕ-ши вĕсем Анатолий Çĕпĕртен мана юратса салам янине? Май пулас пулсан эпĕ пурне те хам пекех телейлĕ тăвăттăм!..”
Салампи анкарти хапхине уçса хучĕ те, Андрей килессе кĕтсе, хăй юратнă улмуççи айне кĕрсе, куçне хупса выртрĕ.
—Акă вăл, телей! — пăшăлтатрĕ хĕр.
Çак самантра вăл куçне уçрĕ те, хăйĕн юратнă улмуççине кăçал пĕрремĕш хут курнă пек тĕлĕнсех кайрĕ: тахçан тăлăх, çимĕç кÿмесĕр ларнă улмуççи турачĕсем шултра сарă улмасен йывăрăшĕпе çĕрелле усăннă; улмуççи тавра çамрăк хунав ашкăрса ÿсет.
—Эй, çамрăк пуçăм! Акă вăл — пурнăç! Акă вăл — телей!—терĕ Салампи, йăлкăшса кулса.
Алмазов Таврăнни
Иккĕмĕш пайĕ
Виççĕмĕш пайĕ
Тăваттăмĕш пайĕ
Салтак амăшĕ
Кил-йыш
Алмазов таврăнни
Автан çырми патĕнче
Кил… Сăмахĕ те чĕнсе каланă пек вĕт… Мĕн тăвас тетĕн эсĕ, çуралнă кĕтес-çке-ха. Унта тĕтĕмĕ те тутлă, çанталăкĕ те ăшă, çĕрĕ те çăкăр пекех…
Уяр.
Çĕр çырли типнĕ вăхăтра Анатолий Алмазов инçет çĕрсенчен тăван килне таврăнчĕ те, тунсăх пуснипе, çуралнă ялта нумай тăмарĕ, Шупашкара тухса кайрĕ.
Поезд юлашки вăрмантан ыткăнса тухсан, вăл вакун чÿречи умне пырса тăчĕ, тăван хула çине аякранах тинкерсе пăхма пуçларĕ; ун чĕринче савăнăç та, хурлăх та пĕр харăсах капланса çĕкленчĕç.
Поезд чарăннă-чарăнман вăл перрон çине сиксе анчĕ, вокзал хыçĕнчи пĕчĕк сада кĕрсе, шурă костюмне çул тусанĕнчен силлесе тасатрĕ, плащĕпе карттусне тасатса чăматана чикрĕ, вара автобуспа хулана кайрĕ.
Тахçан айлăмра пытанса ларнă хула икĕ çул хушшинчех чугун çул станцийĕ патнелле те, Етĕрне çулĕ еннелле те, “Шупашкар туйисем” текен икĕ çÿллĕ радиомачтă патнелле те—тăвалла хăпарса, ÿссе, сарăлса кайнă; унăн тулаш сăнĕ чылай улшăннă, çĕнелнĕ, çапах вăл малтанхиллех чуна çывăх, тата илемлĕрех, кăмăллăрах туйăнать. Тăватшар-пилĕкшер хутлă çĕнĕ çуртсем çине Алмазов пĕр киленсе, пĕр ÿпкелешсе пăхрĕ: вăл та халиччен çак çуртсенчен хăшинче те пулин хваттер йышăнмалласкерччĕ
ĕнтĕ!.. Хула варринелле, пединститутăн кивĕ çурчĕсем тĕлнелле çитсен, ун чĕрине хурлăх чĕпĕтсе илчĕ: ак çак тĕлте пĕр ватă йăмра ларатчĕ, ун айĕнче Алмазов Салампие пĕррĕмĕш хут чуп тунăччĕ. Халĕ кунта тайăлса ларан йăмри те, ĕлĕкхи хăлтăр-халтăр пÿрчĕ те çук, вĕсен вырăнĕнче тăватă хутлă кермен ялкăшса ларать, ун умĕнче çамрăк çăкасем ешереççĕ…
“Мĕн чухлĕ улшăну пулса иртрĕ иккен унтанпа хулара. Ман пурнăçра та çавнашкалах-çке”,— шухăшласа илчĕ Алмазов. Çĕпĕрте пурăннă чухне вăл чăваш хаçат-журналĕсем илсех тăратчĕ, тăван хулари, республикăри улшăнусене аванах пĕлетчĕ, çапах халĕ, çав улшăнусене куçăн курсан, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ.
Алмазов чăматанне гостиницăна хăварчĕ те ним тăвиччен малтан Анна Ивановна хваттерне кĕрсе тухма шут тытрĕ, вара тротуар хĕррипе ларакан çăкасен айĕпе хула хĕрринелле утрĕ. Тахçантанпа палланă манми çуртсем, урам т>лли чупакан çутă машинăсем, иртсе пĕтмелле мар çынсем — пурте ăна хаваслантарса, чун хавалне çĕклентерсе ячĕç.
“Эй, тĕп асаттесем хурлăхлă юрăсенче çеç асăннă, пирĕн ÿсĕмри çамрăксем савăк юрă-сăвăра ырланă тăван хуламăр! Акăш çитмен çĕрсенче пулнă хыççăн санăн çăкаллă урамусем, чĕнтĕрлĕ чугун кĕперÿсем, лăпкă та сулхăн садусем куçа илĕртеççĕ, чуна лăпкаççĕ; илемлĕ янăран, тимĕр татан чăваш чĕлхи тунсăхланă чĕрене ачашлать, вăй хушать, хавхалантарать. Эй, савнă хуламăр! Нумай юрă хывнă сан çинчен, нумайăшне халăх юратса юрлать, анчах пĕрне çеç пĕлмест-ха. Акă вăл юрă çак савăк самантра ман ăшăмра шăранса çĕкленет”.
Алмазов, тĕл пулан çынсене тĕлĕнтерсе, çĕнĕ юрă кĕввине хуллен ĕнĕрлесе пычĕ. Пичет çурчĕ тĕлĕнче вăл хаçат витрини умĕнче чарăнчĕ те çур сехете яхăн пĕр очерка çине-çинех вуларĕ. Очеркра унăн тусĕн, Семен Салановăн, чаплă ĕçĕсем çинчен çырнă: “талантлă пахчаç”, “хăюллă новатор”, “сад ĕçĕнчи хăйне евĕр поэт”,— тенĕ ун пирки.
Алмазов вуланăçемĕн тарласа кайрĕ, савăнма та, кĕвĕçме те пĕлмерĕ. “Талантлă… хăйне евĕрлĕ поэт”,— пăшăлтатрĕ вăл хăй ăссĕн.— Халиччен Çемене никам та талантлă теменччĕ-çке? Вăл хăйĕн юлташĕсенчен нимле уйрăм талантпа та палăрса тăмастчĕ? Мана акă мĕн ачаран — шкулта та, çарта та, консерваторире те—талант та талант тетчĕç мар-и, хăш-пĕр йăпăлтисем “гений” тесе те калатчĕç. Акă
халь темиçе çул каялла хаçатсенче курăнса иртнĕ ятăма никам та ас тумасть ĕнтĕ, хама та, тен, паллами пулчĕç пулĕ: урампа иртсе пынă чух пĕри те сывлăх сунакан пулмарĕ. Е эпĕ паллакан çынсем кунтан кайса пĕтнĕ-и?”
Салхуллă шухăшсене парăнас мар тесе, Алмазов каллех шавлă тротуар çине тухрĕ, анчах хальхинче ăна ним те паçăрхи пек савăнтармарĕ. “Хастарлăрах, хаваслăрах пул, Алмазов гражданин,— хăйне хăй хавхалантарма тăрăшрĕ вăл.—Хаваслă çын нихçан та пуç усмасть. Акă, Анна Ивановнăнах илер — халиччен хаш сывласа курман пуль вăл е, хуйхăрсан та, çынна палăртман. Мĕнлерех пурăнать-ши халĕ çав ырă кăмăллă карчăк? Халĕ те студентсене хваттере ярать-ши? Е эпĕ ун патĕнче ăнсăртран Салампипе тĕл пулсан? Мĕнешкел телей пулĕччĕ вара! Тен, вăл халĕ те институтра вĕренет пулĕ? Е, тен, пĕрре вĕренме пăрахнăскер, тек аппаланас та мар, терĕ-ши? Çапах та мĕн тери ухмах-çке эпĕ: халиччен çавăн çинчен никамран та ыйтса пĕлме шутламарăм! Анна Ивановна пурин çинчен те пĕлме кирлĕ: туссем ун патне çыру та çыркалаççĕ пулĕ, хăйсем те хулана килсен кĕркелеççĕ пулĕ.”
Телее тунсăхланă Анатолий, Салампипе тĕл пуласса пĕтĕм чунтан ĕмĕтленсе, шухăшпа шурă пÿрт лартнă пек, çак вăхăтра ытла нумая ăмсанчĕ… Акă вăл Анна Ивановна хваттерне пырса кĕчĕ. Вашават карчăк ăна хаваслăн кĕтсе илчĕ, яланхи йăлипе, хăйпе пĕрле апатланма чĕнчĕ. Кухньăра ĕлĕкхи пекех: тĕтĕм, ăшаланă сухан, кукар, çуннă нимĕр шăрши. Анатолий, карчăка кăмăллăн тав туса, малти пÿлĕмелле иртрĕ те савнийĕ институтран таврăнасса кĕтсе ларчĕ. Акă Салампи питĕ хаваслăн килсе кĕчĕ, Анна Ивановнăпа тем калаçса илчĕ, вара, хăй пÿлĕмĕн алăкне яри уçса, алăк умĕнчех чарăнса тăчĕ. Вăл икĕ çырă çивĕтне пуç тавра кăшăлласа çыхнă, йăлтăр-хура пушмакпа, “кăвакарчăн куçĕ” чечеклĕ кăвак платйĕпе. “Анатолий!” — терĕ хĕр, тĕлĕнсе те савăнса…
— Çамрăк çыннăм! Кăштах куçпа пăхкаласа утасчĕ. урамра! — тени каччă шухăшне сирчĕ. Алмазов хăй асăрхамасăр çулăннă çынтан каçару ыйтрĕ те каллех паçăрхи шухăш йĕрĕ çине ÿкрĕ, хăйĕн ырă ĕмĕчĕпе чунтан киленсе, малалла утрĕ.
…”Анатолий!” — терĕ те Салампи, хаклă сăмахсене карчăк илтесрен, алăка хупса хучĕ. Хĕр каччă патне ыткăнасшăнччĕ пулас, анчах именсе чарăнчĕ. Алмазов тем самантра ун патне пырса тăчĕ, савнине ыталама аллисене тăсре — хĕрĕн куçĕнчен çывăхран пăхрĕ те, тахçан пулса иртнине аса илсе, хăй те вăганчĕ. Салампин пысăк кăвак куçĕсенче çаплах тăлăх улмуççи мĕлки курăнать…
— Гражданин! Ăçта кĕрсе кайрăр!—тесе хыттăн чĕнчи шухăша путнă качча шартах сиктерчĕ. Милиционер ăна чечек йăранĕ çине кĕрсе кайнине ас тутарчĕ.
Алмазов çĕнĕ тротуар çине тухса кăшт та каяймарĕ, чарăнса тăчĕ. Çакăнтаччĕ-çке Анна Ивановна пÿрчĕ? Ун чухне кунта чечек йăранĕсем те, тротуар та, çак темиçе хутлă çурт та çукчĕ!
Мăн çуртăн аяккинче пĕр-пĕччен ларакан çăкана курсан, Алмазов савăнса кайрĕ: ĕлĕкхи туса курнăнах туйăнчĕ ăна. Çак йывăçа Анна Ивановна хăй хĕр чухне лартрăм тесе калатчĕ. “Çав çăка хăрса типсен, хамăн та анкарти хыçне кайма вăхăт çитет пуль”,— тетчĕ вăл, шÿтлеме юратаканскер.
Çăкан типсе хăрасси инçех мар ĕнтĕ: ăна, çул хĕрринчискерне, ĕлĕкренпе кашни урапа тĕнĕлĕ çакланса, кашни çуна ÿречи çапса иртнĕрен унăн хăрах енĕ тахçанах чĕлпĕкленсе, шăйрăлса пĕтнĕччĕ, халĕ, çак çĕнĕ çурта тунă чухне пулас, ăна машинăсем çакланса, силлесе-хуçса хăварнă, экскаватор çапса, кирпĕч тусанĕпе вараласа пĕтернĕ. Ытти йывăçсенчен уйрăм, тĕлсĕр вырăнта ларакан çăка хăйĕн хĕвел енчи хăрах турачĕпе çеç кăшт сывланăн туйăнать… Анчах ăçта кайса кĕнĕ-ха Анна Ивановнăн пĕчĕк пÿрчĕ?
Алмазов аманнă çăкаран иртрĕ те пысăк çурт хыçĕнче, çырма хĕрринче, лапчăнса ларакан пÿрте асăрхарĕ. “Куçарса лартнă иккен, аранах тупрăм”,— савăнса шухăшларĕ вăл.
Картишĕнче икĕ качака хытнă çереме кăшласа çÿреççĕ. “Ку лешсем, Çĕнĕ çул каçхине çамрăксемпе пĕрле ташланă путексем, пуль ĕнгĕ”,— тавçăрса илчĕ Алмазов. Кил карти çап-çарах, студенткăсем пурăннă чухнехи пек илемлĕ мăр, чечек йăранĕсем те çук. Кухньă алăкĕ чĕриклетсе, хăлтăртатса уçăлакан пулнă. Плита çунмасть, çавăнпа тĕтĕм йăсăрланни те, ыхра-сухан шăрши те çук. Килнĕ çынна никам та яланхилле апат çиме чĕнекен пулмарĕ. Кăштах тĕлĕннĕ каччă малти пÿлĕм алăкне шаккарĕ. Каллех никам та чĕнмерĕ, шалти тимĕр кравать чĕриклетни, такам йывăррăн йынăшни çеç илтĕнчĕ. Алмазов, хăйне хирĕç кам та пулин тухасса кĕтсе, кăштах итлесе тăчĕ те каллех шаккарĕ, вара: “Кĕме юрать-и?” тесе, алăка уçса пăхрĕ.
Анна Ивановна кравать çинче, пуçне ал шăллипе чĕркесе, ваткă утиялпа пĕркенсе выртать.
—А-а, Анатолий! Кĕр, кĕр, Толя,— терĕ вăл ирĕксĕртереххĕн, хăйне чăрмантарнăшăн кÿреннĕ пек пулса.— Авă çавăнта, арча çине, иртсе лар… Çаврăнса çитрĕн эппин каялла?
Алмазов карчăкăн чĕтрекен вăйсăр аллине чăмăртарĕ те арча çине ларчĕ. “Ку пысăк арча çинче тахçан Пĕчĕк Нина çывăратчĕ”,— аса илчĕ вăл.
—Сывлăхăр начарланчĕ-им, Анна Ивановна?
—Çаврăнса çитрĕн эппин каяллах? Емĕрлĕхех пăрахса каятăп терен пуль, ирĕкре çÿрем, терĕн пуль? Çапла çав, пурăнма пĕлмесен: вĕçме тĕнче ирĕклĕ те — ларма вырăн тăвăр пулать,— терĕ карчăк, каччă сăмахне хăлхана чикмесĕр, вара пĕр хушă чĕнмерĕ.
Унăн тулли пичĕ типсе пĕрĕннĕ, куçĕсем шалалла путса кĕнĕ, хăй йывăррăн сывлать.
“Чăнах, кăрчăкăн çатан урлă анкарти хыçне каясси çитнĕ”,— пăшăрханса илчĕ каччă.
Пÿлĕмре сивĕ кăмакана тахçантанпа хутманран чĕрĕ кирпĕч шăрши кĕрет; фикус çулçисем çине тем хулăнăш тусан ларнă; хутран касса эрешленĕ чÿрече каррисем сарăхса, хуралса кайнă; кĕнеке хумалли çÿлĕк пуш-пушах.
—Студенткăсене хваттере ямастăр-им, Анна Ивановна?
—Хытăрах кала, Толя, илтейми пултăм. Хупланчĕ хăлхам, чиркÿ чанĕ айне кĕрсе ларсан та, уçăлас çук ĕнтĕ… Э-э? Мĕн терĕн? Çук, урăх студенткăсене хваттере ярас мар терĕм. Нумай кирлĕ-и мана, пĕччене; нумай та пĕтет, сахал та çитет. Пенси укçипе йÿнеçтеркелетĕп. Салампипе иксĕмĕрех лайăх пурăнаттăмăр…
Савни ятне илтсен, Алмазов чĕри кăртах турĕ.
—Салампи вĕренсе пĕтерсех кайрĕ-им, Анна Ивановна?
—Ун пек хĕре текех кураяс çук ĕнтĕ эпĕ, виличчен те. Килĕшмен хĕрсемпе хирĕçсе пурăнас та мар, халĕ те пурăнас кунăмсем шутлă юлчĕç, терĕм. Çавăнпа урăх студентсене хваттере кĕртме шутламарăм. Салампи маншăн тăван хĕрĕм вырăннехчĕ. Унпала чух кун иртни те сисĕнместчĕ… Эсĕ пур — çав тери хĕре те тиркерĕн, Музăпа çыхлантăн— çичĕ пуслăх хĕршĕн çитмĕл хуçăк пултăн. Хай, калашле, ыр çынтан — ырлăх, усаллинчен — шырлăх. Яка пăр çине ларса юлтăн. Ас ту, ачам, çамрăклăх килессе мăн çулпа килет, анчах, пурăнма майне пĕлмесен, вак çулпа иртсе каять вăл. Ĕнен мана, ватă çынна. Эс ытла ĕненесшĕнех
мар, ху мăн кăмăллипех пурăнсаирттересшĕн… Шыв парха ав çавăнтан, чей хуранĕнчен.
Алмазов карчăка сăмавартан пĕр курка шыв тултарса пачĕ.
—Мăн кăмăллăх пусса илнĕ сана, ачам, Анатолий,— терĕ Анна Ивановна, пуш куркана каялла тыттарса.— Хам та ăна тахçанах асăрхаттăм та шарламастăм. Кăна пĕлнĕ пулсан, çавăн чухнех сана хытă ятлас-мĕн! Мăн кăмăллăхна пулах вĕренме пăрахрăн, пур йăкăл-якăл çынпа çыхланса, ăсна-вăйна пĕтертĕн. “Талантлă çын нимле пысăк ĕç те туманни — халăха улталанипе, халăха çаратнипе пĕрех”,— тетчĕ ман тусăм, Соловьев композитор. Шăпах вăл каланă пек пулса тухрĕ те ĕнтĕ санăн. Таçта кайрăн та çухалтăн, сас та памарăн. “Тăван халăхсăр композитор — юрăсăр шăпчăк çеç”,— тетчĕ Соловьев. Вилчĕ, шел, кĕтсе илеймерĕ, питĕ курасшăнччĕ вăл сана. “Талантлă çамрăк, шанчăклă çын”,— тетчĕ сан пирки.
Алмазовăн чĕри калама çук ыратса килчĕ. Вăл çав самантра ватă композитор хăйне сĕрме купăс халалласа панă чухне каланине аса илчĕ, унтан Çемен Саланов Салампи умĕнчех ас тутарни те аса килчĕ: “Ас ту, Анатолий, ватă композитор шанчăкне тÿрре кăлараймасан, намăс вара сана!..” Намăс пулмасăр! —ялан янăратăр, тесе халалланă сĕрме купăс халĕ килте, чăланта тусанпа витĕнсе, пăтара çакăнса тăрать.
—Мĕнешкел ырă туссенчен уйрăлтăн! Пĕри тепринчен лайăхрахчĕ! Пĕчĕк Нина пĕрмай ырăпа асăнатчĕ: мăнтарăн хĕрĕ, питĕ юрататчĕ пулмалла, ху сисесшĕн те марччĕ. Салампи тата мĕн асапланмарĕ пуль саншăн?.. Елĕк-авал усал çумăр килес тăвас пулсан, тырра-пулла пăр çĕмĕрсе ан кайтăрччĕ тесе, унашкал чипер таса хĕре таса çи-пуç, пуса кĕпи тăхăнтарса, çăкăр-тăвар йăттарса, таса уя çав пĕлĕтсене хирĕç кĕл тума кăларатчĕç… Ун пек хĕрпе килĕштерсесавса пурăнма ачаран пухнă ăс кирлĕ çав… Курассине курăн та, ун пеккинех тек кураймăн, ачам, каларĕ’ тейĕн, асăнăн-ха вăл хĕре асу пĕтиччен.
Хыпса çунса кайнă каччă ним те чĕнме пĕлмерĕ, карчăкăн кашни сăмахĕ ăна суран çине тăвар сапнăн туйăнчĕ; сасартăк хăрушă хыпар ăна пĕрре вĕрилетсе, тепре шăнтса пăрахрĕ, хĕвеллĕ кун та уншăн тĕксĕмленнĕ пек курăнчĕ.
—Халĕ качча тухать ĕнтĕ,— терĕ карчăк.— Валерик ашшĕ тупăнса таврăннă. Саламписен районĕнчи МТСра ĕçлет. Салампи патне киле кĕрет, теççĕ. Халиччен, Салампи
вĕренсе пĕтериччен, уйрăмах пурăнчĕç. Кăçал Салампи институт пĕтерчĕ. Халĕ пĕрлешеççех ĕнтĕ. Пĕркун, хулана килсен, иккĕшĕ ман пата кĕрсе тухрĕç. Арçынни питĕ кăмăла кайрĕ, ырă çын. Савăнтăм Салампишĕн. Хăй темшĕн хаваслах мар,— терĕ те карчăк, калас-ши, калас мар-ши тенĕ пек, иккĕленсе выртрĕ, унтан, куçне шăлса, чĕтрекен сасăпа каларĕ,— Андрейĕ çук чухне сан çинчен ыйтрĕ: “Адресне пĕлместĕн-и?” — тет…— Ним те пĕлместĕп,— терĕм те— хытă хурланса макăрчĕ…
…Алмазов Анна Ивановна патĕнчен тухсан ниçта кайма, ним тума пĕлмерĕ, аманнă çăка айĕнче шухăша кайса тăчĕ-тăчĕ те аслă урампа анаталла уттарчĕ: халь ĕнтĕ кирек ăçта кайсан та пур пĕрех! Вăл çĕнĕ çуртсем çине те паçăрхи пек киленсе пăхмарĕ, çынсен сăнĕсем те ăна паçăрхи пек хаваслă курăнмарĕç, вĕсен хушшинче вăл паллакансене шырамарĕ, паллакансемпе тĕл пуласшăн та пулмарĕ. Хуйхă та, кÿренÿ те, тарăху та, кĕвĕçÿ те ун чĕрине çурса ярасла ыраттарма пуçларĕç. Хуйхăракан çын йăлипе, вăл хăйĕн иртнĕ пурнăçне, хăçан, ăçта мĕнле йăнăшсем тунине тĕпĕйĕрĕпе аса илме тăрăшрĕ, çав йăнăшсене вăхăтра тÿрлетнĕ пулсан, пурнăç мĕнлерех каясса ĕмĕтре те пулин курма тăрăшрĕ. “Ах, ун чухне ман апла тумалла марччĕ, вара капла пулса тухмĕччĕ, анчах эпĕ апла турăм та — капла пулса тухрĕ”,— шухăшларĕ вăл телейсĕр çыннăн яланхи шухăшне, хăйĕн иртнĕ пурнăçне аса илме тытăнса. Ун пултарулăхне ырласа, хаçат-журналта пĕр-икĕ статья та тухнăччĕ, студентсем ун ятне юратса асăнатчĕç, театрта е Атăл хĕрринче çÿренĕ чух вăл хăй çине çамрăксем тинкерсе пăхнине туйса савăнатчĕ. “Ас ту, Анатолий, чап пуçна çавăрса ан ятăр”,— тетчĕ ăна Çемен Саланов, анчах Алмазов вăл асăрхаттарнине хăлхана чикесшĕнех марччĕ, хăйне вĕрентнĕшĕн тарăхатчĕ кăна. Вăл вăхăтра Анатолий оперин пĕрремĕш пайне консерватори профессорĕсем те, композиторсем те ырлатчĕç, анчах ир мухтанă произведени пĕрремĕш пайĕнчен малалла иртмерĕ. Тахăш вăхăтра Алмазов мăн кăмăлланса кайрĕ, хăйĕн ăсне-вăйне ытлашши шанчĕ, хăйне хăй пысăка хучĕ, юлташĕсене те, тусĕсене те, преподавательсене те итлеми пулчĕ. Кĕтмен çĕртен композиторсен пухăвĕнче унăн çĕнĕ юррисене йышăнмарĕç. Хăвăрт кÿренекен Алмазова ку вара тип шар пекех туйăнчĕ. Вăл хăйне, талантлăскерне, ыттисем, талантсăррисем, юри пĕтересшĕн пулнă пек ăнланчĕ; пулăшас тесе тăрашакан аслăрах юлташĕсем ăна сасартăк тăшман пек курăна пуçла225
рĕç, вăл вĕсем вĕрентсе каланине вырăна хурасшăн пулмарĕ, хăйĕн произведенийĕсене “чунсăр этемсем” юри тиркесе тăкасшăн тесе шутларĕ. Йĕлтĕрпе ярăннă чух ура амансан, Алмазов консерваторие уйăха яхăн каяймарĕ, каярахпа вара каясшăн та пулмарĕ. Музăна театрсене, ташă залĕсене илсе çÿреме, ресторанра “кĕрхи шăнасем” мухтанине итлесе ларма укçа кирлĕрен Анатолий аккордеонпа каламалăх пĕрик япăх танго, фокстрот çырчĕ, вĕсене ташă залĕнче хăех каларĕ. Намăс! Намăс! Мĕнле-ха вăл, чăваш ачи, тахçан çăпатапа, кăвак йĕмпе çÿресе, серте-пултăран яшки çисе ÿснĕскерех, тахăш самантра çапла мăн кăмăлланса, вĕçкĕнленсе, вирьяловланса кайрĕ? Ытла хăвăрт пысăк укçа илме пуçлани те, тăрăшса ĕçлеме, вĕренме пăрахни те, йăпăлти этемсем виçерен тухса мухтанипе йăпанни те, аслăрах юлташсен, туссен тÿрĕ сăмахне хăлхана чикмесĕр хăйпе хăй киленни те — йăлтах пĕр çĕре пухăнса, талантлă çынна тĕрĕс çултан пăрса ячĕç… Алмазов, çынсенчен канаш ыйтса куçран ÿкесрен именекенскер, ним тума пĕлмесĕр, Çĕпĕре тухса кайрĕ… Çĕпĕрти чăваш юррисене пухăп, çĕнĕ стройкăсенче çĕнĕ çынсемпе паллашăп, хуйхă-суйхăма сирĕп, терĕ. Акă халь вăл, урăх çын пулса, çĕнĕ пысăк ĕмĕтпе каялла таврăнчĕ, анчах иртнине каялла тавăраймăн ĕнтĕ. Çухалнă ылтăна тупма пулать, çухалнă вăхăта тупаймăн..”
Алмазов, хăй шăпи çинчен ÿкĕнĕçлĕ шухăшласа, Атăл хĕрринчи пĕчĕк сада пырса кĕчĕ. Кунта Константин Ивановăн палăкĕ пулмалла, теççĕ: сад варринчи тÿпем вырăнта палăк валли гранитран никĕс хывнă. Ун çине темле янкăс тумлă, яштака каччă хăпарса та тăнă; вăл хăрах аллине шлепке, теприне макинтош хуçлатса тытнă, пăрçа урапи пек кăтра пуçне ытлашши каçăртнă, сарă вăрăм çÿç пайăркисем чăрсăррăн вĕçкелеççĕ; ун умĕнче пĕр йăрă фотограф чупкаласа çÿрет,— çын чаплă вырăнта сăн ÿкерттерет иккен! Алмазов йĕрĕнсе кулчĕ те садран тухрĕ.
Атăл хĕрри те паллама çук улшăннă. Малтан ишĕлсе кăна выртнă çыран хĕррине тăршшĕпех асфальт сарнă, ĕлĕкхи йывăç карлăк вырăнне капăр шурă чул карта тытнă, бульварта, чăваш тĕрриллĕ лутра тимĕр карта хыçĕнче, тĕрлĕрен тĕслĕ чечек; чечек йăранĕсем хĕррипе, ик енĕпе, çамрăк çăкасем. Алмазовпа Салампи пĕрле çÿренĕ чухне кунта йăлтах урăхлаччĕ, вăл вăхăта аса илмелĕх Эхмин тирекĕ çеç çаплипех ларса юлнă. Умра аслă Атăл çуталса выртать, пристань патĕнче килен-каян халăх хĕвĕшни курăнать.
Йывăç сулхăнĕнче канса ларакансене, мăшăррăн е хă~ раххăн уткаласа çÿрекенсене ытти чухнехилле сăнаса пăхмасăр, Анатолий Атăл хĕррипе тăвалла утса хăпарчĕ те Юрату çыранĕнчен мăн шыв çине чылайччен пăхса тăчĕ, вара каллех Иванов паркне таврăнчĕ. Салампи ун умĕнчен пĕрре те кайма пĕлмерĕ.
Алмазов палăк никĕсĕ çинче паçăрхи çăмăлттай этем çаплах темĕн тĕрлĕ курнăçланса, вĕçкĕнленсе тăнине асăрхэрĕ те пĕр лăпсăркка хурăн сулхăнĕнчи сак çине ларчĕ.
—Тепĕр позăпа, ак çапла ÿкер, магараджă!—хушрĕ янкăс каччă фотографа, хăй çавăнтах макинтошне хул пуççи урлă уртрĕ, шлепкеллĕ аллине малалла кăнтарса çĕклерĕ, теприне каялла тытрĕ. Палланă сасă Алмазова шартах сиктерчĕ.
—Вирьялов! — чĕнчĕ Анатолий палăк никĕсĕ çинчи çынна.
Лешĕ, ун еннелле тÿртĕн тăраканскер, вăрт! каялла çаврăнса пăхрĕ те пĕр самант тĕлĕнчĕ, унтан хаваслăн кулкаласа, аллисене саркаласа, картлашка çинчен чупса анчĕ.
—Анатоль! Анатолий Александрович! Миçе çул курманччĕ! Мĕнле майпа кунта? Хăçантанпа!
—Халĕ çеç поезд çинчен антăм,— терĕ Алмазов.
—Как Чацкий, с корабля на бал, эппин?
Вирьялов Алмазова ыталасшăнччĕ пулас, анчах Анатолий хăвăрт сиксе тăчĕ те сиввĕнреххĕн кулса алă пачĕ, Леонăн тарланă ачаш пÿрнисене ыраттармалла чăмăртарĕ, Лешĕ кăшт çеç нăйкăшса ямарĕ, пит-куçне пĕркелентерсе илнине кăтартас мар тесе, юри фотограф еннелле çаврăнчĕ.
—Эй, магараджă, кафене кĕрсе заказ пар эсĕ! Эпир халех пыратпăр,— терĕ вăл йăрă фотографа. “Магараджă” тени çавăнтах çывăхри кафене кĕрсе çухалчĕ.
Вирьялов çи-пуçĕ ĕлĕкхилле тирпейлĕ, таса, анчах шупкалма ĕлкĕрнĕ, куçа çимест. Хăй вăл çаплах çутă сăнлă-ха “Шухăшсăр çын часах сăнтан каймасть”,— шухăшларĕ Алмазов, ун çине куç айĕн пăхса илсе. Кулнă чухне Вирьяловăн куçĕсем айĕнче пĕркеленчĕк нумай пухăнать, сăмса çийĕ те йĕрĕнчĕклĕн пĕркеленет. Сыпкалать пулас, ахальтен мар.
Вирьялов та Алмазова куç айĕн сăнаса ларчĕ. Вăл ĕлĕк ăна курмассерен питĕ хытă кĕвĕçетчĕ, унăн пысăк талантне хапсăнатчĕ, анчах халĕ ăна çак “ăнăçсăр композиторăн” пысăк пултарулăхĕ мар, хитре шурă костюмĕ кăна илĕртрĕ.
—Ну, каласа пар, Леон, мĕнлерех пурăнатăр кунта?
Мĕнле паллă хыпар-хăнар пур?
—О-о, пурне те калас пулсан — целая Одиссея! Хам вĕренетĕп. Вĕренсе тухсан, мĕн пулĕ унта — пуç пурăнсан, куç курĕ.
—Эпĕ сана халиччен пединститутран вĕренсе тухнă пуль тесеттĕм.
Леон каллех сăмсине йĕрĕнчĕклĕн пĕркелентерсе илчĕ.
—Унта вĕренме пăрахрăм эпĕ: учительсен халĕ перспективă сахал вĕт, ĕçĕ те так себе, нимĕн çукран нимĕр, тенĕ пек çеç. Ял хуçалăх институтне вĕренме кĕтĕм, агрономически отделенине. Ху пĕлетĕн, ял хуçалăх çине халĕ хытăрах пăхма пуçларĕç — развернуться тума пулать унта. А ху мĕнлерех эсĕ, Анатоль? Ăçта çухалса пурăнтăн? Икĕ çулта пĕр çыру та ямарăн?—каллех Алмазов костюмĕ çине ăмсануллăн пăхса, тантăшĕн шăпишĕн ним чухлĕ те пăшăрханмасăр ыйтрĕ Вирьялов.
Алмазов ун çине хăвăрт пăхса илчĕ те шăлне çыртрĕ, куç шăрçийĕсем пысăкланса хуралса кайрĕç. “Мĕн калас-ха çак сĕмсçре? Çуралнă çĕршывăма тунсăхласа” çитрĕм, тусăмсене, Салампие курас тесе таврăнтăм, тес-и? Ăçтан анлэнтăр вăл манăн пысăк тунсăхăма?”
—Алтайран таврăнтăм. Вĕренме. Консерваторисĕр кун çук халь маншăн,— терĕ Алмазов, Леон кăшт çеç кулса илнине асăрхаса. “Анлантăм эсĕ мĕн каласшăнне, анчах сан хурлăху мана витмест, çын хуйхи маншăн ним тĕшне те мар”,— тенĕ пек ăнланчĕ вăл кулла Анатолий, вара сасартăк тарăхса кайрĕ.
—Аташрăм—çитет. Куçăм уçăлчĕ. Алтайра пĕр пысăк производствăра хор кружокне ертсе пытăм. Чăвашсем те пурччĕ. Тĕлĕнмелле ырă çынсемпе паллашса туслашрăм. Нумай çĕнĕ юрă çырса килтĕм. Çĕпĕрти чăвашсен юррисем питĕ килĕшрĕç, хăш-пĕрне оперăна кĕртетĕп. Оперăна çырса пĕтерме ĕмĕтленетĕп. Анчах пĕлÿ çителĕксĕртерех пек, чылай вĕренес пулать, юлташсенчен юлса кайрăм…
—Мĕнле унта, Алтайра, ничего пек-и? Хаçатсенче халь пĕрмай Алтай çинчен çыраççĕ,— терĕ те Леон çывăхранах вĕлтлетсе иртекен лĕпĕше кап! ярса илчĕ, сарă çуначĕсене татса, мĕскĕн чĕрчуна аяккалла ывăтрĕ.— Пурăнма пулать пек-и унта?
— Çĕрсем питĕ лайăх вăл енче. Часах пысăк ĕçсем пуçланаççĕ унта. Консерватори пĕтерсен, каллех çавăнтах каяс шутăм пур,— хирĕç тавăрчĕ Алмазов. Кăна вăл Вирьялова мар, хăйне хăй ĕнентерсе каларĕ.— Кунтан çамрăксем нумай куçса пыраççĕ унта. Чи лайăххисем, тес пулать.
—Ватăлнă пек эсĕ темле, Анатоль,— сăмаха аяккалла пăрчĕ Леон. Тантăшĕн сăнĕ кăштах туртăннине, куç харшисем хушшинчи йĕрĕ малтанхинчен тарăнраххине вăл тин асăрхарĕ.
“Шухăшлă çынра сăн тăмасть”,— тесшĕнччĕ шÿтлесе Алмазов, анчах шарламарĕ.— “Эпĕ инçетре мĕнле асапланса шухăшланине, ÿкĕннине, тунсăхланине каласа пĕлтересчĕ-им сана? Эсĕ пур пĕрех ăнланаймăн, эпир иксĕмĕр мăйăрпа йĕкел пекех расна, шухăш-ĕмĕтĕмĕр те пĕр пек мар пирĕн”.
—Çил ÿкернĕ йывăçăн тымарĕнчен ытла турачĕ нумайрах, теççĕ китаецсем. Эпĕ хама çав йывăçпа танлаштаратăп,— терĕ çамрăк композитор, хăй пĕр вăхăтра халăх пурнăçĕнчен уйрăлса кайма пуçланине аса илсе. Вирьялов вăл мĕн каласшăн пулнине тавçăрса илеймерĕ.
— О, искусствă, музăсем!—терĕ Леон, Иванов палăкĕн никĕсĕ çинелле пăхса.— Пурне те парăнмаççĕ çав музăсем… Музăсем, тенерен—Муза Любимова сан адресна ыйтсаччĕ, никак тупса параймарăм.
—Ăçта вăл халь, консерваторире-и? — ирĕксĕртереххĕи ыйтрĕ Алмазов; çав ултавçă, çăмăлттай хĕр çинчен аса та илесшĕн марччĕ вăл, пĕр иртнĕ усал чире тепĕр хут вĕрĕлтересшĕн марччĕ.
—Консерваторире, терĕн-ха! Кафере, акă çак кафере, буфетчицăра ĕçлет,— пĕлтерчĕ Вирьялов.— Ун “çĕнĕ папи” суту-илÿ ĕçĕнче ларатчĕ те, пысăк растратăшăн ăна тĕрмене хупнă, пурлăхне сутмалла тунă. Муза çавăнтанпа вĕренме пăрахса буфетчицăна кĕчĕ…
—Эсир унпа туслă-им?—куçран пăхса ыйтрĕ Алмазов.
— Кампа? Çавăн йышшипе-и?—аяккалла пăхса каларĕ Вирьялов.— Çул хĕрринчи пăрçа вĕт вăл: кашни иртенçÿрен татса илессе кĕтет. Кашни лайăх качча хăй ури йĕрĕ çине пустарасшăн çунать.
—Сăвăсем çырма та пăрахрăн-и?—юри ыйтрĕ Алмазов. Вăл Вирьялов Муза пирки хăй мĕн шутланине тÿрех пĕлтерменнине, вăлтса каланине, тем пытарнине сисрĕ.
—Çырма давно пăрахса. “Кĕрхи шăнасем” подвели. Сăввусене тÿрлетсе пичетлетпĕр, анчах çу сĕрмесен урапа та çухăрать тесе, манран ĕçрĕç-çирĕç те иккĕшĕ те таçта путланчĕç. “Аслăлăхçине”, хăйне валли пÿрт лартнă чухне темле финансовăй махинаци тунă тесе хупрĕç, тепри, шăшиюс, таçта тухса шăвăнма ĕлкĕрчĕ. Чике тăршшех лартрĕç мана. Çын ăшĕ кĕрĕк çанни мар, тавăрса пăхаймăн. Пĕтре
вара ман литературă карьери. Качака хыççăн каякан сурăх пуçсăр юлнă пек, нимсĕр тăрса юлтăм. И вопще ача вăййипе аппаланма кирлех те мар, терĕм, пур пĕрех мана памятник лартса парас çук.
“Нивушлĕ эпĕ те пĕр икĕ çул каялла çак этем пекех пулма пултарнă?—йĕрĕнсе шухăшларĕ Алмазов.— Тĕрĕс систеретчĕ-çке мана Саланов”.
—Саланов халь те авланман-и?
—Авланчĕ кăçал аран-аран, Лидия Филипповнăна пĕлетĕн-и? Учительницă. Çавна илчĕ. Пурте авланаççĕ. Пысăк Нинăпа Казаков пĕрлешрĕç. Пĕчĕк Нина таçта ĕçлет, те Алтайра, терĕç, те пирĕн районта. Вăл сана питĕ юратать, тет, Муза калать. Салампи те… сана темиçе çул кĕтсе пурăнчĕ те… кĕтсе илеймĕп, терĕ пулас… качча тухать… Мĕн тăвăн, пÿрменнине туртса илеймĕн.
Алмазов тарăхса та вăтанса хĕрелчĕ. Вирьялов ăна асăрхамарĕ.
—Пÿрмен çăкăр çăвартан та каялла тухса ÿкет, теççĕ. Салампи халĕ зоотехник пулмалла. Вĕсем, Салановпа иккĕшĕ, питĕ çÿле хăпарса кайрĕç. Курнă пулĕ, хаçатра мĕнле ырлаççĕ вĕсене: “Талант!”—теççĕ кăна.
—Чăн, иккĕшĕ те питĕ пултаруллă, ĕçчен, ăслă çынсем! — терĕ Анатолий, тек Вирьяловпа юнашар чăтса лараймасăр ура çине тăрса.
Унăн çăра куç харшийĕсем пĕрĕннине асăрхаса, Вирьялов шикленсе ÿкрĕ, хăвăрт сиксе тăчĕ.
—Çĕр çинче çĕр çул пурăнас çук, атьăр, тĕл пулнă ятпа кĕрсе сыпар кăшт, Анатолий Александрович,— йăпăлтатса чĕнчĕ вăл тантăшне.
—Тавтапуç, билет илме пристане васкатăп,— терĕ Алмазов, вара алă памасăрах садран васкаса тухрĕ.
Вирьялов, ун хыççăн куçне хĕссе пăхса, шăл витĕр чăртлаттарса сурчĕ те Муза патне, кафене, кĕрсе кайрĕ…
Анатолий пристане анса билет илчĕ, чун уçмалăх Атăл хĕрринче, хула урамĕсенче уткаласа çÿрерĕ, музейре, картинă галерейинче, кино-театрсенче, садсенче пулчĕ, анчах ниçта та пĕр самантлăха та асаплă аса илÿсенчен хăтăлаймарĕ; кашни урам кĕтесĕ, кашни çурт, кашни йывăç ăна Салампи çинчен шухăшлаттарчĕ, иртнине аса илтерчĕ.
Çамрăк композитор чĕринче çĕнĕ кĕвĕсем шăранса çĕкленчĕç, аллисем рояль патнелле туртăнчĕç — Алмазов музыкă училищине кĕрсе тухма шут тытрĕ. Училищĕ картишне вăл питĕ пăлханса кĕчĕ. Акă икĕ хутлă шурă чул çурт.
Çакăнта Анатолий чунна ярăнса вĕçме çунат илнĕ. “Ас ту, Анатолий, искусствă ĕçĕ хăш-пĕрисем шутланă пек çăмăл мар — тетчĕ ăна пĕр композитор.— Анчах сана нимле йывăрлăх та ан хăраттăр. Чăн-чăн талант йывăрлăхсене çĕнтернинчен палăрать. Эсĕ чăх чĕппи çеç пулсан — сана çил сапса ÿкерĕ. Эсĕ ăмăрт кайăк пулсан — çил сана тата çÿлерех çĕклĕ, тата вăйлăрах вĕçме пулăшĕ”. Анатолий çакна аса илчĕ те ÿкĕнчĕ. “Пурте шанатчĕç мана… Кам ĕнтĕ халь эпĕ? Амăрт кайăк-и? Эпĕ ярăнса вĕçмелĕх çÿле çĕкленеймерĕм… Чăх чĕппи-и? Анчах эпĕ ÿкмен-ха. Çук, ÿкмен! Самантлăха кăна вĕçме чарăнтăм. Çиле хирĕç вĕçнĕ чух пĕр самантлăха та çунат усма юрамасть иккен — çил каялла ывăтать…”
—Толя, ачам! Эсĕ-и ку?—тĕлĕнсе те савăнса каларĕ Анна Матвеевна, Алмазов коридора кĕнĕ-кĕменех. Карчăк чăлхине пукан çине хучĕ те качча ыталаса илчĕ.— Сана паçăртанпах кĕтсе ларатăп. Паçăр Анна Ивановна патĕнче пултăм та, эсĕ килни çинчен вăл каларĕ мана. Хавшарĕ-çке ман Анюк кăçал, йăшрĕ, месерле яла каясси те инçех юлмарĕ пулмалла. Кашни кунах ун патне кайса тăратăп. Аннÿ патĕнче пултăн-и? Мĕнле вăл? Чиперех-и? Кин кĕртессе кĕтсе ывăнчĕ пуль ĕнтĕ, мăнтарăн?
Анатолий ăна хăй ăçта мĕнле çÿренисене кĕскен каласа пачĕ. Çивĕч карчăк ăна итленинчен ытларах хăй калаçма тăрăшрĕ.
—Леш хĕр, Вылпасар енчисем, пĕррехинче тĕл пулчĕ те сăмах майăн сан çинчен ыйтрĕ. Эпĕ ăна нимĕн те калама пĕлмерĕм. Ăçтан пĕлен, çыру çырмарăн та ху,— ÿпкелесе илчĕ Анна Матвеевна.
Каччă чунĕ каллех кÿтсе килчĕ.
—Рояль калас килет, Анна Матвеевна,— терĕ те Анатолий класа кĕчĕ.
Палланă рояле курсан, ун чĕри тата хытăрах ыратса илчĕ… Ак çакăнта Саланов ларатчĕ… Ак кунта — Салампи. Вăл кăвак платйĕпеччĕ… çырă çивĕтне пуç тавра кăшăллаеа çыхнăччĕ… пысăк куçĕсенче тем чухлĕ çепĕçлĕх, ăшă кăмăл палăратчĕ…
Алмазов рояль хупăлчине уçрĕ те Клавишсене ачашланă пек çăмăллăн сĕртĕнчĕ — пушă пÿлĕмре пĕр савăк, пĕр хурлăхлă кĕвĕ илемлĕн янăраса кайрĕ. Композитор хăйĕн шухăшĕсем, туйăмĕсем çинчен музыкă чĕлхипе кала пуçларĕ… Хаваслă ачалăх, çамрăк ĕмĕтсем, ĕмĕт татăлни, чун тулашни, пуласлăха çирĕп шанса тăни — йăлтах çав кĕвĕре
кашни хăйне евĕр сасă пулса шăранчĕç. Пианист таврара мĕн пуррине асăрхамарĕ; унăн чун хавалĕ çĕкленнипе куç шăрçисем пысăкланса, хуралса кайрĕç, вăрăм çырă çÿçĕ куç харшисем çинелле сапаланса анчĕ; хавхаланнă этемĕн ăста аллисене парăннă фортепьяно пĕрре аслати пек кĕрлерĕ, тепре кĕсле пек çепĕç янăрарĕ.
Класа чи малтан Анна Матвеевна кĕчĕ те алăк патĕнчен иртмесĕр хытса тăчĕ, унтан училищĕне кĕме килнĕ çамрăксем уçă алăк умĕнче пухăна пуçларĕç, преподавательсем те пырса тăчĕç.
Акă юлашки аккорд мăнаçлăн янăраса шăпланчĕ. Алмазов, пуçне вĕлт сулса, çÿçне каялла вырттарчĕ, тинех çынсем çинелле çаврăнса пăхрĕ те пĕчĕк ачалла хаваслан йăлкăшса кулчĕ.
—Браво, Анатолий!—терĕ палланă композитор, ăна ыталаса. Пĕр-икĕ студент алă çупса илчĕç.
—Толя — пирĕн ялсем вăл. Эпĕ ăна мĕн ачаран пĕлетĕп, ача чухнех çапла пултаруллăччĕ вăл. Хветĕр Павăлч ăка ача чухнех мухтатчĕ,— ялтан килнĕ çамрăксене ăнлантарчĕ хĕпĕртенĕ Анна Матвеевна.
Композитор ыйтнăран Алмазов тата темиçе çĕнĕ кĕвĕ рояльпе вылярĕ.
—Халех мана ку произведенисен нотисене пар. Ыран композиторсен Союзĕнче çĕнĕ юрăсене итлеççĕ, санăнне те итлĕпĕр,—çине тăрсах ыйтрĕ композитор.
Алмазов ăна ик-виçĕ юрă нотисене пама пулчĕ, анчах нотă альбомĕсем гостиницăра, терĕ. Композитор, хаваслансах гостиницăна пырса, виçĕ юрă нотине илчĕ… Унран уйрăлсан, Анатолий пĕр хушă урамра уткаласа çÿрерĕ. Вăл хăйĕн çĕнĕ юррисем пирки, опери пирки нумай шухăшларĕ, ун шухăшĕнчен Салампи сăнарĕ пĕрре те тухма пĕлмерĕ…
Юлашкинчен, вăл чăтаймарĕ, почтăна кĕрсе пĕчĕк çыру çырчĕ:
“Салампи! Сансăр — хĕвеллĕ кун та кĕрхи каç пек туйăнать. Сана самантлăха та манаймастăп. Кирек ăçта, кирек кампа пулсан та, ĕмĕр сана çеç юратса пурăнăп. Телейлĕ пул. Каçар, Анатолий…”
Конверт çине вăл консерватори адресне çырчĕ.
Çыру тепĕр икĕ талăкран Салампи аллине лекĕ. Мĕншĕн Алмазов çак телейлĕ хут татăкĕ мар-ши?!
Кĕске çĕре вăл чăлăм куç хупмасăр ирттерчĕ…
Тепĕр кун ирхине, хĕвел тухас умĕн, Анатолий Алмазов Хусана, консерваторие, кайрĕ. Пăрахут Шупашкартан иртсе Атăл кукринчен пăрăничченех вăл тăван хула çинелле пăхса пычĕ, вара пăрахут сăмси çине кайса тăчĕ те хĕвел тухасса кĕтрĕ.
Хĕвелпе пĕрлех ун куçĕ умĕнче савни сăнарĕ пысăкланса, çуталса хăпарчĕ, уй илемлĕ, хаклă ятне Алмазов савăнса та хурланса пĕр вĕçĕмсĕр пăшăлтатрĕ:
Автан Çырми Патĕнче
Иккĕмĕш пайĕ
Виççĕмĕш пайĕ
Тăваттăмĕш пайĕ
Салтак амăшĕ
Кил-йыш
Алмазов таврăнни
Автан çырми патĕнче
Ун чĕрин хĕлхемĕ Ахаль мар çунать —
Пурăнăç илемĕ Килессе шанать.
Митта Ваçлейĕ
Çурла уйăхĕ. Халăх хирте тырă вырать. Улăхсем утă капанĕсемпе, уйсем çĕмелсемпе, улăм урисемпе хитреленчĕç. Вăрмансенче мăйăр, йĕкел тула пуçларĕ, пилеш хĕрелчĕ; садсенче пан улми тутланса çитрĕ, чие çырли пиçсе хăмăрланчĕ, тăкăнма тытăнчĕ, китайкăна хĕрлĕ тĕс çапрĕ; пахчасенче купăста пуçĕ чăмăртанчĕ, çĕр улми чăх çăмарти пысăкăш çитĕнчĕ, хĕвелçаврăнăш сарă пуç кăшăле тăхăнчĕ…
Кĕр мăнтăрĕ çывхарать.
Çакнашкал хаваслă кунсенче — ял хуçалăх институтĕнчсн вĕренсе тухнă хыççăн — Салампи Анаткаса таврăнчĕ.
Юлашки икĕ курсра вĕреннĕ хушăра вăл тăван килĕнче сахал пулкаларĕ, хĕллехи каникулсенче çеç темиçе куклăхэ иккĕ килсе кайрĕ. Тăваттăмĕш курсран ăна, чи лайăх вĕренекен студенткăна, практикă ирттерме республикăри паллă колхоза ячĕç. Салампи унтах çу каçрĕ. Тахçанпитĕ юхăнчăк пулнă хуçалăх ик-виçĕ çултах менле миллионер колхоз пулса тăнине вăл тăрăшса тĕпчерĕ, уйрăмах выльăхчĕрлĕх ĕрчетесси мĕнле аталанса пынине тимлĕ сăнаса вĕренчĕ, мĕн тĕпченине-сăнанине çырса пычĕ. Унăн отчетне институтра та, ял хуçăлăх министерствинче те ырласа йышăнчĕç. Институтран вĕренсе тухсан, Акрамовăна çав колхозах ĕçлеме ярасшăнччĕ — хăй çине тăрса ыйтнăран ăна Анаткаса яма килĕшрĕç. Салампи вара хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне çитерме çирĕп шут тытрĕ: тăван колхозăмăрта та выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе çĕклесе яма пĕтĕм вăйран-халтан тăрăшăп тесе, хăйне хăй тупа турĕ.
Çак икĕ çул хушшинче Андрей районти МТСра ĕçлерĕ, малтанлăха вăл механик те, тракторист та пулса пăхрĕ, юлашкинчен, ăна трактор бригадин бригадирĕ туса хучĕç. Пурăнасса вăл МТС хваттерĕнче пурăнать, пушă вăхăтра çеç Анаткаса килкелет, Салампин амăшне хуçалăха йĕркелеме нумай пулăшать. Карчăк ăна хăйĕн пулас кĕрÿшĕ вырăннех шутлать, ун валли “кĕрÿ кĕпилĕх” тесе, вăл йĕтĕн пирĕ те касса хучĕ — хĕрин кăмăлне тĕплĕн пĕлменни çеç ăна халлĕхе кăшт иментерет те, шиклентерет те.
Валерик ултта пусрĕ, ÿснĕçемĕн кăшт начарланчĕ, ăна ашшĕ сăнĕ кĕрсе çитрĕ: сарă çÿçĕ тăнлавĕсенче кăтраланса тăрать, кăн-кăвак куçĕсем кăштах шупкаланчĕç, янахĕнчи путăк хытăрах палăра пуçларĕ. Лара-тăра пĕлменскер, вăл кунĕпех ура çинче, таçта та çитме ĕлкĕрет, ашшĕ патĕнче те, кукамăшĕ патĕнче те ылмашăн пурăнать, çавăнпа вырăсла та, чăвашла та лайăх калаçать. Салампи хĕллехи каникула кйлмессерен вăл, çумçакки пек, унран уйрăлма пĕлмест, анчах лешĕ хулана тухса кайсан, ăна пĕр-ик эрне питĕ тунсăхласа кĕтет, кунсерен асăнать, вара майĕпен сэхалрах та сахалрах аса иле пуçлать, ашшĕ çывăхнерех пулма тăрăшать. Çак çулсенче вăл ашшĕне питĕ хыгă хăнăхса çитрĕ.
Салампи яла таврăнсан тÿрех зоотехник ĕçне пуçăнмарĕ, хĕрсемпе пĕрле утă çулма та, тырă вырма та çÿрерĕ. Юлашкинчен, ăна района чĕнсех Казаковăн ĕçне хăй çине илме хушрĕç.
Акă халĕ вăл, çамрăк зоотехник, Казаковпа, парторгапизаци секретарĕ Борисовпа пĕрле тăван колхозри фермăсене пăхса çÿрет. Чи малтанах вăл ĕне фермине тĕрĕслесшĕн пулчĕ.
Ене ферминчи ĕçсем виçĕм çулхинчен чылай лайăхланнă, витесем çĕнĕ, водопровод пур; сĕт суса илессипе колхоз районта чи малти шутланать. Лена Михайлова, Таруçпа Маруç, пăру пăхнă çĕртен тухса, ĕне сума кĕнĕ, вĕсем— районти паллă дояркăсем. Таруç иртнĕ кĕркунне, Шамбулкин çĕнĕ çурт лартсан, ăна качча тухрĕ. “Часах вăл декретлă отпуска каять ĕнтĕ. Хама хусан, ачи хĕрлĕ пулмалла пек туйăнать”,— тесе шÿтлекелет, тет, Шамбулкин. Маруç виçĕм çулах чун савнийĕпе пĕрлешрĕ. Елĕкхи туссем халĕ хурăнташлă. Лена çаплах хĕрле çÿрет-ха. Казаков Пысăк Нинăпа регистрацине тăчĕ, анчах халлĕхе çамрăк мăшăр уйрăм пурăнать; çак кунсенчех Казаков кÿршĕ райюна, Нина ĕçленĕ çĕре, куçса каймалла. Ун вырăнне Салампи юлать ĕнтĕ.
Акрамова колхоза вăхăтлăха мар, яланлăхах тата зоотехнике тухса таврăннине пелсен, унăн тус-тантăшĕсем питĕ хĕпĕртерĕç.
—Ялан пĕрле ĕçлĕпĕр! Сана таçти яла ярае килмест,— терĕ Михайлова, тусне ыталаса.
—Ара, пĕрле ÿснĕ тантăша уйăрса мĕнле вун ик уй урлă ярас килтĕр!— хушса хучĕ Маруç та.
—Кашни хĕрех, сирĕн пек, тăван ялĕнче качча тухсан, вара ĕçкĕ-çикĕре “тăват уй урлă тăванăм” тесе юрлаканни кам пулĕ?—тĕртсе илчĕ Казаков.
Пурте кулса ячĕç.
—Пĕрле ĕçлер эппин,— терĕ Борисов *та, çамрăксемпе пĕрле хавасланса…
Пĕрремĕш кун фермăсене тĕрĕслесе çÿресех иртрĕ. Каç кÿлĕм Борисов, Казаков, Салампи хире выльăх кĕтĕвĕсем çÿренĕ çĕре тухса пăхрĕç.
— Самоходнăй комбайн паян иккĕмĕш бригадă хирĕнче Автан çырми патĕнче, ыраш вырса пĕтерет, атьăр çул майăн унта çитсе курар,— сĕнчĕ парторганизаци секретарĕ.— Иккĕмĕш бригадăн бригадирĕ питĕ тăрăшса ĕçлет: “Гектартан вун тăватă центнер ыраш илетпĕр кăçал, порядок в танковых частях!”—тет танкист,— хаваслăн кулкаласа каларĕ Борисов Салампие.— Комбайнпа, ав куратăр, Коля Семенов ĕçлет, ăна та хурлама çук… Андрей Иванонич та кунтах пулас-ха, авă Шамбулкинпа иккĕшĕ улăм купи патĕнче запасной чаçсемпе аппаланаççĕ.
Хăй çÿрен комбайн çывăхранах çÿллĕ ыраш пуссипе кĕрлесе иртрĕ. Ана тытса пыракан Коля Семенов карттусĕпе сулса Салампие саламларĕ те, савăнăçлă йăлкăшса кулса, малалла кайрĕ.
—Салам, Салампи! Çĕнĕ ĕçе кĕнĕ ятпа саламлатăп сана!—терĕ Павăл Шамбулкин, çамрăк зоотехник аллине чăмăртаса. Вăл тĕрĕллĕ шурă кĕпепе, ярапаллă пиçиххипе, хул пуççи урлă полевой сумкă çакса янă. Çу каçа хĕвелпе пиçнĕрен-ши, çÿçĕ пушшех хĕрлĕ курăнать, çулăмланать тейĕн.
—Саламлатăп!—терĕ Андрей те чăвашла, анчах олинафтăпа вараланнă аллине тăснăскерех хĕре пама хăяймарĕ. Çав ĕçпе хытнă, шăйрăлса пĕтнĕ алла Салампи хăех тытса чăмăртарĕ.
—Спасибо, Андрей Иванович!—терĕ вăл вырăсла, вара ăшшăн кулса илчĕ.— Мĕншĕн пирĕн пата пыми пултăр? Эпĕ таврăннăран-и? Валерик те темиçе кун МТС общежитийĕнчен таврăнмарĕ.
—Вăл МТСра ĕçлекенсен ачисемпе питĕ туслашрĕ, вĕсенчен уйрăласшăн та мар,— терĕ Андрей, хăй сисмесерех Салампие хирĕç йăлкăшса кулса.— Хамăн пыма вăхăт тупăнмарĕ. Ак паян ыраш пĕтерер — ыран кĕрсе тухатăпах…
Григорий Петрович Борисов çак самантра Андрейăн сăнĕ çуталса кайнине, вăл ниепле те хăйĕн телейне пытарайманнине сисрĕ те, ăна чăрмантарас мар тесе, Шамбулкин енне çаврăнчĕ. Анчах ун шухăшне хĕр хăвăрт сисрĕ, хăй те Шамбулкинпа сăмах пуçарчĕ. Телейлĕ Андрей хĕр сăнне, сассине, кăмăлне ытараймарĕ; унăн тути те, куçĕсем те телейпе çиçсе тăчĕç…
Салампи киле хĕвел анас умĕн тин таврăнчĕ. Пÿрте кĕриччен вăл лаç умне пит çума пычĕ. Амăшĕ, хиртен ĕшенсе таврăннăскер, лаçра çĕнĕ çĕр улми пĕçерет.
—Хĕрĕм,— терĕ -вăл,— пÿртре радио калаçсах ларатчĕ пулмалла, часрах кĕрсе чар-ха: аслати авăтса çумăр килет. Чÿречесене, лÿшкĕсене хупса хур.
Анăçран пысăк хура пĕлĕт капланса хăпарать, хушăран ăна çап-çутă çиçĕм пушши çапса çурса ярать, вара тÿпе тăрăх аслати кустăрми йывăррăн кĕмсĕртетсе кусса каять. Кас-кас килсе тухнă çил çул çинчи çÿп-çапа шăлса ывăтать, вĕлтĕркке çулçăсене тĕнче тăрăх тустарса хăвалать.
Салампи çăвăннă-çăвăнман пÿрте чупса кĕчĕ те радиоприемник умне пычĕ, анчах ăна, кĕрлесе лараканскерне, чарма хăяймарĕ: репродукторта чуна хавхалантаракан кĕвĕ янăрать. Темиçе сĕрме купăс илĕртÿллĕ çепĕç кĕвĕ калать; акă телейлĕ ачалăха, шăхличĕ каланине аса илтерсе, флейтă ачаш сасă парать, унтан каллех сĕрме купăссем, чĕрери чи сисĕмлĕ, çинçе хĕлĕхсене сĕртĕнсе, асамлă кĕвĕ калаççĕ,— пĕрремĕш юрату кĕвви мар-ши?— акă пĕр-пĕччен виолончель, чуна çÿçентерсе, салхун юрласа ярать — ĕмет татăлни, кăмăл сыпăнманни çинчен калать; контрабас телей тупайманнишĕн тулашать; сасартăк çак чуна тăвăнтаран кĕвĕ татăлать те, чĕрере çĕнĕ шанчăк çуратса, кларнетсем ырă сасă параççĕ, вĕсем çумне трубасем хутшăнаççе, уитан каллех сĕрме купăссем малтанхи кевве аса илтереççĕ, вара пĕтĕм оркестр, пĕр харăс кăмăла çĕклесе, хавхалантарса, хăюллă, паттăр пулма чĕнсе, хастарлă кĕвĕ янăратса ярать, пысăк параппансем аякри аслати пек кĕмсĕртетеççĕ…
“Мĕнле пĕлнĕ кĕвĕ ку? Ăçта, хаçан илтме пултарнă эп ăна? Хам юратнă кĕвĕсене пурне те лайăх ас тăваттăмçке? Мĕншĕн диктор автор хушаматне часрах пĕлтермест-ха?”—чăтăмсăр шухăшларĕ Салампи: халĕ ăна пĕр самант та минут тăршшĕ туйăнчĕ. Çак вăхăтра вăл пĕр иккĕленÿллĕ шухăшпа сĕмленчĕ…
Тулта çиçĕм ялтлатрĕ, приемник вăйлă шатăртатса илчĕ, çапах хĕр выключатĕле пăрмарĕ. Аслати авăтса яриччен диктор сасси илтĕнчĕ:
—Эсир Алтайран таврăннă чăваш композиторĕн Анатолий Алмазовăн çĕнĕ произведенийĕсене итлерĕр…
Çав вăхăтрах тулта çĕр çурмалла аçа çапрĕ, ун сасси хаватлăн кĕмсĕртетсе кайрĕ, чÿрече куçĕсене, пÿрт стенисене, пĕтĕм çĕре нумайччен кисретсе тăчĕ…
Каярахпа? çумăр кăшт лăплансан, Салампи верандăна тухрĕ те пахча енчи чÿречене уçса ячĕ. Вăл апат çиме те тамарĕ, çĕрĕпех улмуççи çулçисем çинчен çумăр тумламĕсем шăпăртатнине итлесе, таçта инçетре аслатисĕр çиçĕм шевли вылянине сăнаса выртрĕ.
Çак ыйхăсăр каç вăл мĕн туйса ирттернине сăмахпа каласа пама çук, мĕншĕн тесен телей мĕн иккенне сăмахпа каласа та, пÿрнепе кăтарткаласа та ăнлантараймăн: ăна
пурнăçра хăвăн курса пăхас пулать.
Салампи иккĕмĕш бригадă уйне, Автан çырми патне, пырса кайнă хыççăн Андрей хăйне хăй чи телейлĕ çын пек туйрĕ, пуринпе те ырă кăмăллă пулма тăрăшрĕ. Савнă çын пĕрре хирĕç пăхса кулни те юратма пĕлен этем чунне çапла сĕклентерме пултарать иккен.
Çумăр çитиччен Коля Семенов ыраш пусси тăрăх юлашки хут тухрĕ: иккĕмĕш бригадă, ырашне вырса-çапса пĕтерчĕ.
—Порядок в танковых частях!—кăшкăрчĕ комбайнера саламласа Шамбулкин. Пурте Коля çине ăшă куçпа пăхрĕç. Тăван колхоз ырашне ăнăçлă вырса-çапса пĕтернĕшĕн савăнса, çамрăк комбайнер кулкаласа, ним калама пĕлмесĕр, тарлă питне тутăрпа шăлкаласа тăчĕ; чĕринче хăй, тĕрĕссипе, çакăнта, çак самантра, Лена çуккишĕн кăштах шеллерĕКаччă кăмăлĕ темерĕн!
Тăвăллă çумăр килсе çапиччен хваттере çитме ĕлкĕрес тесе, Андрей мотоциклне хытă хăваларĕ. Салампи йăлкăшса кулни ун асĕнчен пĕрре те туха пĕлмерĕ.
“Ыран шăпах вырсарникун, çăвăнса тасалас та лайăх çи-пуç тăхăнас, кунашкал вараланчăк комбинезонпа вĕсем патне пырса кĕме ырă мар”,— шухăшларĕ вăл çул çинчĕ. Çак икĕ çул хушшинче Андрей Салампипе пĕрре кăна вăрмана каю çулма кайсан, кăмăл туличчен калаçрĕ. Çав асран кайми каçчен Салампи темле салхуллă пек курăнатчĕ. Андрейпе куçа-куçăн тăрса калаçма та, унпа пĕр-пĕччен юлма та именнĕ пек туйăнатчĕ. Анчах çав каçранах, тепĕр ирхинех, хĕр кăмăлĕ кĕтмен çертен улшăнчĕ: Салампи хавасланчĕ, кулкаласа калаçа пуçларĕ. Мĕн пулчĕ-ха ăна? Мĕн çĕклентерсе ячĕ хĕр чунне сасартăк? Андрей хальхи пекех ас тăвать: çав ирхине вăл утă лавĕпе мăн çулпа кайрĕ, Салампи сукмакпа утрĕ; çур çулта кÿршĕ колхозри пахчаç Саланов ăна тĕл пулса тем каларĕ те, хĕр вара, пĕчĕк ача евĕр хăлаçланса, ял еннелле чупрĕ. Мĕнле савăнăçлă хыпар пĕлтерме пултарнă-ха ăна Саланов?.. Унтанпа икĕ çул çитет, Андрей Салановпа туслашма та ĕлкĕрчĕ, анчах çавăн чухне каччă хĕре мĕн калани çинчен ыйтса пĕлме хăяймарĕ, Саланов ун пирки япăх шутласран именчĕ. Андрей пĕлет, питĕ лайăх пĕлет: Салампи Алмазова телейсĕр юратать. Кун çинчен ăна Салампи амăшĕ хĕрне ÿпкелешнĕ чух калатчĕ: “Мĕн кĕтсе пурăнмалли пур çавна? Лешĕ аса та илмест пулĕ; ку пур, мăнтарăн, кунĕнçĕрĕн уншăн çунать. Çамрăк ăс темерĕн-и? Хĕр чухне пурте çавах вĕсем. Кайран, качча тухсан, улшăнаççĕ, часах манаççĕ иртнине”,— тетчĕ. Çакна вăл, паллах, Андрее йăпатас шутпа калатчĕ, анчах хăй сисмесĕрех çын чĕрине ыраттаратчĕ. Хуçалăхшăн ’тăрăшакан, кил-çурта тирпейлекен ĕçчен Андрей уншăн, кивĕ йăласенчен хăтăлса çитеймен ватăшăн, “таçти темле артистран” хаклăрах ĕнтĕ. “Çав таçти темле артиса мĕн шанмалли пур ăна, вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче, тен, пуртă аври те лартса курман, шыв пăявĕ те явса пăхман пулĕ. Тата вăл, çитменнине, ялта пурăнма килĕшес те çук”,— тетчĕ час-часах карчăк пăшăрханса. Ăна кил-çурт саланасси питĕ хăратать, çавăнпа вăл Ан-. дрее кăмăллать, çапах хура-шурă курса пиçĕхнĕ Андрей карчăка итленĕçемĕн хăйпе Салампи хушшинче Алмазов çирĕп тăнине лайăх ăнлана пуçларĕ. Вăл хĕр пÿлĕмĕнчи Анатолий портретне курмассерен çав инçетри композитор Салампишĕн такамран та хаклăраххине тĕрĕс туйса илчĕ. Алмазов çинчен такам темле япăх каласан та, Салампи унăн чăн-чăн хакне пĕлме кирлĕ, ахальтен мар унăн сăнĕ чи хисеплĕ вырăнта çакăнса тăрать, хăй инçетре пулин те, вăл çак пÿртре пурăннăнах туйăнать. Акă мĕн шухăшлаттарать Андрее. Вăл икĕ савни хушшине сĕмсĕррĕн кĕрес
çук, çын телейне аркатас çук. Анчах юратать-и-ха Алмазов? Тен, вăл Çĕпĕртен нихçан та таврăнмĕ? Тен, вăл Салампи çинчен шухăшлама та пăрахнă? Тен, унăн хăйĕн: çемйи пулĕ? Ун пек те пулкалать-çке пурнăçра? Çак шухăш шанчăк парать те Андрее. Çавăнпа вăл халĕ Салампи тĕрĕс шухăшне пĕлессе ĕмĕтленет, çавăнпа ăна хĕр хирĕç ытарайми кулни çакнашкал савăнтарать. “Анаткасра ĕнтĕ мана Салампи патне киле кĕнĕ пекех шутлаççĕ, мĕншĕн тесен эпĕ карчăкăн кил-çуртне, карти-хурине тĕпренех юсарăм. Кун пирки Салампи пăшăрханать, терĕ мана амăшĕ. Паллах, вăл пăшăрханмалла; эпĕ кунта вăйпа кĕрсе хуçа пуласшăн теме те пултарĕ тепĕр йĕп чĕлхе. Анчах Салампи те çапла шутласса ĕненес килмест. Вăл та çаплах шутласса пĕлес пулсан, эпĕ унта шăрпăк хускатман, урлă выртана тăрăхла илсе хуман пулăттăм мар-и? Вăл хĕр, хăй чухăнне пăхмасăр, ман ачама ывăллăха илсе усрарĕ, ăна хăй çăкăртаварне çитерчĕ, пур-çук укçипе тумлантарчĕ, апла пулсан, эпĕ ун амăшне пулăшнишĕн мĕн тĕлĕнмелли е япăх шухăшламалли пултăр? Эпĕ вĕсене пулăшма яланах тивĕç! Уншăн Салампи пăшăрханас çук. Вăл ăнланма кирлех мана. Мĕнле йăлкăшса кулчĕ вăл паçăр…”
Андрей район центрне пырса кĕрес чух çумăр ÿккелеме тытăнчĕ, хура пĕлĕтсем хушшинче çиçĕм хуçăла-хуçăла ялтлатрĕ, аслати вĕçĕмсĕр кĕмсĕртетрĕ.
“Аслатиллĕ çумăр… ыран Анаткаса кайма ан чăрмантартăрччĕ”,— шухăшларĕ Андрей МТС картишне кĕне чух.
—Валерик! Валерик! Мĕншĕн приемнике сÿнтермерĕн?—тесе кĕчĕ вăл хăй пÿлĕмне, хваттерĕнче музыкă кĕрленине илтсе.
Ачи ăна хирĕç чĕнмерĕ, вăл диван çинче хутланса выртать; ăна, кунĕпе выляса ывăннăскерне, çумăр умĕнхи ыйхă пусса ÿкернĕ.
—Эсир Алтайран таврăннă чăваш композиторĕн Анатолий Алмазовăн çĕнĕ произведенийĕсене итлетĕр,—илтĕнчĕ дикторăн лăпкă сасси.
Çав самантрах аçа çапса çĕре чĕтретрĕ. Валерик шартах сиксе вăранчĕ те ыйхă тĕлĕшпе макăрса ячĕ:
—Мама! Мама!
Андрей ун патне ыткăнчĕ, ăна кăкăрĕ çумне пăчăртăса тытрĕ те ним каласа йăпатма пĕлмерĕ, çаплипех хытса ларчĕ… “Салампи те илтрĕ-ши?”—хăраса шухăшларĕ Андрей…
Тепĕр кунне вăл пушакĕсене йăлтăртатакан пуличчен çутатрĕ, çĕнĕ костюмне утюгпа якатса тăхăнчĕ, хитре галстук çыхрĕ.
—Ăçта каятăн, папа? Клуба-и?—ыйтрĕ ывăлĕ.
—Анаткаса каятăп, Валерик.
—Манăн та пырас-и, папа? Мамăпа кукама курас килет…
—Халĕ эпĕ çуранах кайса килетĕп, Валерик, сана ыран мотоциклпа илсе кайăп. Паян кунти ачасемпе пĕрле кино курма кай,— терĕ ашшĕ, ачине пуçĕнчен лăпкаса. Валерик килĕшрĕ.
“Çакнашкал хаклă кун юратнă çын патне мотоциклпа кĕрлеттерсе пыни, пĕтĕм ял-йыш умĕнче юри хама кăтартни килĕшмĕ — çуранах утас, уйра пĕччен шухăшласа пыма аван”— тесе, Андрей çуранах çула тухрĕ.
Çумăр хыççăнхи çанталăк калама çук илемлĕ, уçă. Шăрантарса хĕвел пăхать, тÿпе çуркуннехи пек таса, тăрна куçĕ пек тăрă.
Çул çинче ăна юлташ тупăнмарĕ, пĕччен шухăшлама никам та чăрмантармарĕ. Андрей пĕртен пĕр шутпа — паян Салампипе татăклăн калаçса татăлма ĕмĕтленсе утрĕ.
Ытлашши çынна тĕл пуласран Анаткаса вăл правлени урамĕпе мар, пĕр пĕчĕк тăкăрлăкпа пырса кĕчĕ. Урамра ăна тÿрех çамрăк хĕр-почтальон чарчĕ:
Андрей Иванович, эсир Акрамовăсем патне кĕместĕр-и?
—Кĕретĕп-çке, йăмăкăм.
—Тархасшăн, çак хаçатсене кĕртсе парăр-ха вĕсене, мана телефон патне чĕннĕ, унта васкатăп. Тата, акă, Салампие çыру пур…
Андрей çырăва илнĕ чухнех конверт çинче “Хусан… консерватори…” сăмахсене асăрхарĕ те питĕнчи суранĕ туртăнса илнине сисрĕ, хăй çапах пăлханнине палăртмарĕ.
—Юрĕ, кĕртсе парăп.
Çул çинче вăл, хăйне хăй ĕненмесĕр, пĕрре кăна конверт çине пăхса илчĕ. Нимле йăнăш та çук: Алмазов çырать. Каялли адресĕ — Хусанти консерватори, анчах почта штемпельне Шупашкарта пуснă.
Андрей, пĕтĕм чун хавалĕпе чĕрине хытарса, малалла, хăйĕн пуласлăхĕ патнелле утрĕ.
Хăйĕн шăпи те, Валерик шăпи те, Салампипе Алмазовăн шăпи те çак пĕчĕк çыруран килнине вăл питĕ лайăх
ăнланчĕ. Андрей çак çырăва юри çухатас, пĕтерес пулсанах — икĕ савни, тен, пĕрлешеймĕччĕç: Алмазов урăх çырас темĕ, Салампи те хăй пуçласа малтан çырма хăяймĕ (юратăва заявленипе илеймĕн). Андрей лайăх пĕлет: çак çыру унăн юратăвне, телейне пĕтерсе хурать, ырă ĕмĕтне татать, Валерике те, ăна та Салампирен ĕмĕрлĕхе уйăрать. Çак пĕчĕк хут татăкĕ халь уншăн чул туран та йывăр. Çапах та вăл ăна çирĕп тытса пырать. Çук, вăл улталамĕ! Вăл — тÿрĕ чунлă салтак…
Салампи шалти пÿлĕмре пĕчченех тем çырса ларатьмĕн. Вăл шурă платйĕпе, çара пуçăн: çырă çивĕчĕ хыçсăр пуканран та аяларах усăнса аннă. Алăк сасси илтĕнсен, хĕр вăрт каялла çаврăнчĕ те, хулăн çивĕт йывăррăн сулланса илчĕ.
—Андрей Иваныч!— терĕ Салампи, ăшшăн йăлкăшса кулса, çавăнтах хăнана хирĕç çăмăллăн утса пырса алă пачĕ.
—Салам, Çалампи!—лăпкă сасăпа калама тăрăшрĕ Андрей.— Почтальон урамра пачĕ… акă хаçатсем… акă тата… çыру…
Хĕр çырăва илчĕ те хаçатсене урайне ÿкерчĕ; унтан сăнĕ сасартăк шуралса кайрĕ, тути тем пăшăлтатнă пек чĕтреме пуçларĕ.
—Ой! Толя!—терĕ çеç вăл пĕтĕм чĕререн. Вара, ик аллипе те çырăва кăкăр çумне пăчăртаса, тем калассăн Андрее куçран пăхрĕ, самантрах унăн илемлĕ кăвак куçĕсенче савăнăç куççулĕ йăлтăртлтса илчĕ, кăкăрĕ хăвăртхăвăрт çĕкленме пуçларĕ, Салампи, пырне тем капланса тулнă пек, сывлăш çавăраймарĕ, пĕр сăмах та чĕнеймерĕ, кăкăрне аллисемпе тытнипех каялла çаврăнчĕ те тĕкĕр умĕнчи пукан çине ларчĕ.
Андрей чул юпа пек хытса тăчĕ. Ăна кун çути çухалнăн туйăнчĕ. Çак самантра вăл тĕкĕр çине ÿкнĕ телейлĕ хĕр сăнне çеç ĕмĕр ас туса юлмалăх сăнарĕ.
Салампин пит-куçĕ тĕлĕнмелле çуталса, чиперленсе кайрĕ; тути кулать, куçĕсенчен çутă куççулĕ çыру çине шăпăртатса тумлать. Çырăвĕ питĕ кĕске, Салампи ăна пĕрре вуласах ăнланчĕ ĕнтĕ, анчах вăл пуçне çĕклемесĕр, татах, татах, çине-çине вулать…
Андрей каялла çаврăнчĕ те хуллен утса тухса кайрĕ…. Вăл уй урлă каялла пĕччен каçнă чух унăн чунĕ мĕнле ыратнине, çав ыратăва чăтăмлăн тÿссе ирттерме мĕн тери вăй кирлине калама та, пĕлме те йывăр.
Салампи çырура мĕн çырнине вуласа ăнлансанах колхоз правленине тухса чупрĕ те Алмазов патне Хусан консерваторине телеграммă ячĕ: “Сехетсерен кĕтетĕп”,— тесе чĕнчĕ. Чылайччен туйăмне пытарса асапланнăскер халĕ вăл хăй çапла хăюллă пулнинчен тĕлĕнмерĕ те, именмерĕ те. Халиччен чĕрере капланса тăнă вăйлă туйăм, çурхи шыв пĕвене татса кайнă пек, çапла çиеле тапса тухрĕ…
Чăн, юрату — вут пулсан, уйрăлу — çил; вăйсăр çунакан вута çил тÿрех вĕрсе сÿнтерет, вăйлине — тата хытăрах чĕртсе ярать.
Икĕ талăк Салампи ларма-тăма пĕлмесĕр Алмазова кĕтрĕ. “Телеграммăна вăл çав кунах илме пултарнă. Хусантан поезд пирĕн станцăна çич-сакăр сехет килет. Станцăран çуран утмалăх тепĕр виçĕ сехет ирттĕр. Халиччен çитмелле пек ĕнтĕ вăл?”—асапланса шухăшларĕ хĕр. Виççĕмĕш кунне — Салампи ĕне ферминчеччĕ — ăна телефон патне чĕнтерчĕç… Трубкăран палланă сасă илтĕнсен, хĕр ним калайми пулса тăчĕ. Анатолий Турикаса, Салановсем патне, çитнĕ иккен, унтан калаçать…
Салампи савнине хирĕç Автан çырми пуçне, çул тăваткалне, тухса тăчĕ. Аякран килен шурă плащлă çынна курсан, хĕр чĕри çурăлса каяс пек тулса çитрĕ, сиксе тухас пек тапма пуçларĕ. Васкаса килекен çын алă сулса саламласан, Салампи тек чăтса тăраймарĕ, ăна хирĕç ыткăнчĕ…
Икĕ савни ватă хурама айĕнче тĕл пулса ыталанчĕç, нумайччен пĕр сăмах чĕнеймесĕр тăчĕç. Анатолий Салампи куçĕсенчи, пичĕ çинчи куççуль тумламĕсене чуп туса типĕтме тытăнчĕ… Çак вăхăтра вĕсене иккĕшне те пĕтĕм çутçанталăк юрату юрри шăрантарнăн туйăнчĕ:
“Юратса кĕтме пĕлекенсем, шанчăка çухатманнисем — телейлĕ!”
1950—1956, 1965.
[…] пайĕ Ял-йыш Сывалман сурансем Йелтĕр йĕрĕ Çамрăклăх Тăваттăмĕш пайĕ Салтак амăшĕ Кил-йыш Алмазов таврăнни Автан çырми […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] пайĕ Ял-йыш Сывалман сурансем Йелтĕр йĕрĕ Çамрăклăх Тăваттăмĕш пайĕ Салтак амăшĕ Кил-йыш Алмазов таврăнни Автан çырми […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] пайĕ Ял-йыш Сывалман сурансем Йелтĕр йĕрĕ Çамрăклăх Тăваттăмĕш пайĕ Салтак амăшĕ Кил-йыш Алмазов таврăнни Автан çырми […]
КилĕштересКилĕштерес