Салампи
Александр Артемьев
Роман 12+
Шупашкар — 1966
Тупмалли
Пĕрремĕш пайĕ
Хĕр ĕмĕрĕ хăналăх
Сивĕннĕ саламсем
Амăшĕн çĕр шухăш, хĕрĕн — пĕр шухăш
Икĕ хĕр
Иккĕмĕш пайĕ
“Салампи — саламлă ят”
Студентсем
Кĕрхи шăнасем
“Мама!”
Виççĕмĕш пайĕ
Ял-йыш
Сывалман сурансем
Йелтĕр йĕрĕ
Çамрăклăх
Тăваттăмĕш пайĕ
Салтак амăшĕ
Кил-йыш
Алмазов таврăнни
Автан çырми патĕнче
Виççĕмĕш Пайĕ
Ял-Йыш
Иккĕмĕш пайĕ
Виççĕмĕш пайĕ
Ял-йыш
Сывалман сурансем
Йелтĕр йĕрĕ
Çамрăклăх
Тăваттăмĕш пайĕ
Çак хыпара илтсенех Казаков районтан телефонпа калаçрĕ. унтан хай те, фермăна килсен, Салампи патне кĕчĕ, Саланов та çул майăн кĕрсе тухрĕ, часах Пысăк Нинăран çыру килчĕ—туссем пурте пăшăрханса ÿкнĕ-мĕн. Салампи вара вĕсене пĕчĕк Валерик çинчен тĕрĕссипе йăлтах пĕлтерчĕ. Унтан, ял Советне кайса, ача ятне хăйсен çемйине çыртарчĕ.
“Усрав ача ÿссе çитмесĕр те хăй тăлăх иккенне ан пĕлтĕр, хăйне пăхса ÿстерекене тăван ашшĕ-амăшĕ тесе шутлатăр. Унсăр вăл, хăйне хăй тăлăх вырăнне хурса, кунĕнçĕрĕн хурланать, хуйхăрать, кил-йышра та хăйне хăюсăррăн, телейсĕррĕн, мĕскĕннĕн тыткалать, ăс-пуç, кăмăл-туйăм енчен ачаллах сусăрланса ÿсет”,— терĕç ăна ача çуртĕнче. Çавăнпа Салампи яла таврăннă каç Валерик çинчен амăшĕсĕр пуçне никама та каламарĕ, çитменнине тата Алмазовпа телейсĕр уйрăлни те ăна хытă кулянтарчĕ.
Тĕрĕслĕхе çынсенчен мĕнле пытарса усрăн-ха; юхан шыва мĕнле алапа картласа чарăн? Тата мĕншĕн пытарса усрамалла-ха ăна? “Ача тунă хĕр” çине çынсем мĕнле куçпа пăхнине пĕлесшĕн пулнипе-и? Пурин кăмăлне пур пĕрех пĕлсе çитеймĕн. Чăн, тĕрĕслĕхе пĕр-пĕччен курса тăрасси питĕ йывăр иккен.
Ял Советĕнче ачана регистрациленĕ чухне çын нумайччĕ, Коля Семенов та пурччĕ. Пĕчĕк Валерик çинчен чăннине пĕлсен, вăл калама çук савăнчĕ. “Салампи! Эпĕ сана яланах ĕненсе, юратса пурăнатăп! Сан тĕрĕслĕхÿ пирки эпĕ пĕрре те иккĕленмен. Эпĕ сана пĕтĕм чунтан юрататăп!”— терĕç унăн хăмăр куçĕсем, Салампи çине ытарайми пăхса. Ял Советĕнче илтнине вăл каярахпа нумай çынсене пĕлтерчĕ:
—Салампи инçетри вырăс хĕрарăмĕн ачине усрава илнĕ. Ачин амăшĕ вилнĕ, тет, ашшĕ ăçти паллă мар, вăрçăра хыпарсăр çухалнă, тет.
Ку хыпара илтсен, Коля амăшĕ савăннă пек пулчĕ, тĕпелти кантăк умĕнче кивĕ хачча йĕппе сăтăрса çивĕчлетекенскер, ĕçне пăрахсах калаçма пуçларĕ.
—Малтанах чунăм сисрĕ: вăл ача çуратнă, тенине
пĕртте ĕненес килмерĕ. Япăх хĕре ман Валери ма килĕштертĕр? Хĕрне ĕнтĕ хам та тахçантанпах куç хывса пурăнатăп: Валери таврăнсан, çавнах кин тăвасчĕ, тетĕп. Таврăнать пуль те-ха Валери Çĕнĕ çулсем тĕлнелле, тĕлĕкне те таврăнас пекех куртăм: колхоза кĕриччен çÿрен лаша
пурччĕ пирĕн, çав лаша хамăр урама килнĕ пек те йăмра айĕнче тăрать пек; пуçĕнче нăхти пур, чĕлпĕрĕ çук (чĕлпĕрĕ
çукки ырра мар та-ха вăл), вара çав ута тытса, хамăр кил картине çавăтса кĕтем…
Ял-йыш пĕр-икĕ кун Салампи çинчен сăмах вакларĕ, çăл умĕнчи хыпарçăсем киленсех калаçрĕç.
—Эсĕ пĕлетĕн-и, Салампи ют ачана усрава илнĕ вĕт? Ачи чăвашла чухламасть, тет, вырăс ачи, тет.
—Мĕнле пĕлместĕп пуль? Ĕнер хам куçпа хам куртăм, ара, сĕт пама кайрăм та. Ах, ачи хитре-çке, сарă кăтраскер çав, пит сторови!
—Эп хам та паян, çу пама кайсан, куртăм: хĕвел пек сап-сар ача, ну-у мăн куçлăскер-çке, Салампипе пит хавас калаçать, пĕрмай “мама” тет. Кăшт çу пухсаттăм та, çавна кайса патăм. Ĕни сĕт хăварнă вĕсен, пĕр стакан та памасть, тет. Ферăмран илмесен, сĕт-çуран типех вĕсем.
—Мĕнле хĕр çав Салампи: хăйсем, çынсемпе танлаштарсан, пуян та пурăнмаççĕ, çапах ют ачана усрава илнĕ!
—Ара, çавна калани мар-и, качча каясскерех ача усрава илнĕ вĕт! Сами хороши яш çынна каймалласкерччĕ вĕт!
—Ун пек хĕршĕн качча каясси кая юлмĕ-ха; шăтăклă шăрçа çĕрте выртмĕ, теççĕ. Çав тери хĕр те килте ватăлсан — каччăсене куçран сур вара! Унашкал хĕрсене пирĕн вăхăтра, ĕлĕксенче, çу кунĕнче çунапа катаччи чуптарнă — вăт сана çăварни! Унашкал хĕр ют яла качча каяс пулсан, туйĕнче пĕтĕм ял каччи çапăçма тухатчĕ, çич ютран килнисене вара уй хапхи хупсах, ялтан кăларса ямасăр хĕнетчĕç, кÿмисене ÿпĕнтеретчĕç, хăмăт пăявĕсене касса тататчĕç. Çаплаччĕ… Эс мĕн-ха… Салампи каяйманшăн ытла ан хуйхăр-ха, хăвăрăн та килте Маруç пур-ха. Хай, тем тесе каламасп та, çын куçĕнчи çÿппе курма çăмăл вăл…
—Ан тавлашăр-ха эсир кунта… Виçĕм, кун арманта тавлашни çитмен!.. Эх, кăмăлĕ те çав Салампин! Тахăшне хунă вăл хĕр: амăшĕ те хытă, усал карчăк, ашшĕ те ытла мĕнех марччĕ…
— Ашшĕ мĕнех маррине ан кала-ха эсĕ! Мĕнле мĕнех мар? Ялта колхоз пуçарса яраканĕ кам? Салампи ашшĕ мар-и? Сахал тăрăшрĕ-и вăл ун чухне пирĕн пек çук çынсемшĕн? Хăйĕн мĕн пуррине пама хатĕрччĕ. Салампи амăшне хытă тетĕн, ăçтан хытă пултăр? Вăрçă вăхăтĕнче вакуировăннăйсене хăй патĕнче усрарĕ, Мускав ачисене хăйĕн пур-çук апат-ырлăхĕпе виçĕ çул тăрантарчĕ, вĕсемпе юлашки татăкне пайларĕ. Ăçта унта хытти?
—Улми йывăççинчен аякка ÿкмест çав, япăх кил-йышра ырă ача ÿстереймĕн, тăхлачă, чăн сăмах…
Ял-йыш хăйне ырăпа асăннă кунсенче Салампин татах чуна ыраттармалли тупăнчĕ. Пĕчĕк Нина çырса пĕлтерчĕ: вăл Алмăзовпа Муза пĕрле çÿренине каллех темиçе хут курнă иккен.
Салампи, хăйĕн хуйхине никама пĕлтермесĕр, вăрттăн асапланчĕ, çынсемпе пур пĕрех ăшшăн кулкаласа калаçма тăрăшрĕ, ачипе нихçанхинчен ачашрах пулчĕ. Пĕччен хуйхăрма питех те йывăр, ун пек чухне хуйхă этем чĕрине тимĕре тутăх çинĕ евĕр çиет, пĕччен çын вара ним тума пĕлеймесĕр, иртнĕ çутă кунсене аса илсе кăшт та пулин йăпанма тăрăшать.
Салампи умне иртнĕ кун мĕлкисем яр-уççăн тухса тăчĕç: институтри хаваслă та шавлă кунсем, хавхалануллă лекцисем, тавлашусем, пухусем, тĕрлĕрен кружок занятийĕсем, кроссем, практикăллă занятисем, юлташсемпе пĕрле театра, концертсене кайнисем, асран кайми туссем, Алмазовпа иккĕшĕ тĕл пулнисем, каçсерен çумăра е çил-тăмана пăхмасăр урамра е Атăл хĕрринче калаçса çÿренисем, пĕрле ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем, пĕрле шухăшланă шухăшсем…
Анатолий, çынсем хушшинче ытлашши сăмах вакламанскер, Салампипе пĕрле чухне хĕрсе кайса, чунтан хавхаланса, Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Геннадий Воробьев пек пултаруллă чăваш çамрăкĕсем çинчен сехечĕсехечĕпе калаçма юрататчĕ. Ăна итленĕçемĕн Салампи хăй те чунĕпе хăпартланса, хастарланса каятчĕ. Алмазов хăй ĕçĕнчи, вĕренĕвĕнчи йывăрлăхсем çинчен нумай каламастчĕ пулин те, çав йывăрлăхсем мĕн тери пысăккине Салампи питĕ лайăх туятчĕ, çавăнпа унăн май килнĕ таран, вăй çитнĕ таран тусне пулăшас килетчĕ. Хăйне каччăсем куç хывнине, юратнине, çывăхрах пулма тăрăшнине Салампи лайăхах сисетчĕ. Анчах çамрăк каччăсем темшĕн пурнăç çинчен мар, ним тĕшне тăман япаласем çинчен çеç кулкаласа та вылякаласа калаçни, хăйсен шучĕпе “чиперкке пикене” çăмăлттай сăмахсемпех юрама тăрăшни ăна, пурнăç шухăшлă хĕре, питĕ кÿрентеретчĕ.
Алмазов, Салампи илемне асăрхаман пекех, унпа юлташла çеç калаçатчĕ, ăна хăйпе пĕр тан çын вырăнне хисеплетчĕ. Çакă илĕртрĕ-ши Салампие?
Çамрăксем шавланă хушăра Алмазов сасартăк тем шухăша кайса ларатчĕ, ун пек чухне куç харшийĕсем хушшипе выртакан йĕрĕ пушшех тарăнланатчĕ, хăй такама тарăхнă сăнлă курăнатчĕ. Тен, çакнашкал самантра асăрхаса, яланлăхах ас туса юлман-ши çав сăна Салампи?
Питĕ çирĕп çын пек, вăйлă та тÿрĕ чунлă пек туйăнатчĕ ăна Алмазов. “Я хочу схватить судьбу за горло!” — терĕ вăл пĕррехинче вырăсла, Бетховен сăмахĕсене аса илсе; Анатолий консерваторирен лайăх вĕренсе тухасса, пур йывăрлăха-чăрмава, пур “кĕрхи шăнасене” çĕнтерессе Салампи чун-чĕререн ĕненсе, шанса тăратчĕ.
Яланах ĕçлекен, вĕренекен, кĕрешекен çын пек туйăнатчĕ ăна Алмазов. Анчах мĕншĕн вăл, пурнăçра вут чулĕ пек çирĕпскер, юратура çапла пулмарĕ, мĕншĕн хăвăртах Муза майлă çаврăнса ÿкрĕ? Муза йышши ăс вылятан, çăмăл шухăшлă хĕрсене нихçан та ăмсанмастчĕ-çке вăл? Тепĕр тесен, çаврăнса ÿкнĕ-ши вăл Муза майлă? Вĕсем юлташла çеç çÿремеççĕ-ши? Мана куричченех Алмазов ăна палланăçке? Йăнăшмастăп-ши эпĕ?
Салампи çакнашкал шухăшсемпе асапланнă кунсенче Алмазовран хăйĕнчен çыру килчĕ.
Пĕтĕм иккĕленÿллĕ шухăшсене çак çыру татса парас пек, Салампи çак хаклă конверта чĕтрекен аллисемпе чылайччен çавăркаларĕ, кашни саспаллинех тинкерсе сăнарĕ, почтăра ларакан темле тирпейсĕр хĕр Алмазов ячĕ çинех штамп шаплаттарнăшăн та кÿренчĕ вăл, вара конверта пĕр пуçĕнчен хачăпа касса уçрĕ…
Пысăк хут листи çине вĕтĕ саспаллисемпе кăшт çеç çырнине курсан, хĕр чĕри ыратса кайрĕ. Вăл, хăйне хăй ĕненмесĕр, çырăва темиçе хут вуларĕ:
“Салампи! Хамăр тĕл пулайманшăн питĕ хытă пăшăрханатăп. Эсĕ мана Атăл хĕрринче кĕтнине халь тин пĕлтĕм: Пĕчĕк Нина каласа кăтартрĕ. Вăлах мана эсĕ институтран мĕншĕн пăрахса кайнине пĕлтерчĕ. Леш каçхине Муза мана кинотеатр патĕнче ăнсăртран тĕл пулчĕ те çĕнĕ фильм курма чĕнчĕ. Вăл мана эсĕ кĕтсе тăни çинчен пĕр сăмах та шарламарĕ, сана Вирьялов çураçнă, тесе çеç каларĕ тата сан темле ача пур теççĕ, терĕ, эсĕ икĕ кунлăх яла тухса кайнă тесе пĕлтерчĕ. Ку хыпарсем мана калама çук хуйхăртрĕç, эпĕ çапах, куçран ÿксе çÿрес мар тесе, никамран та ыйтса пĕлме шутламарăм, тепĕр куннех Хусана тухса кайрăм. Халĕ çавăншăн хама та ятлатăп. Муза мана улталанине халь тин, Нинăпа калаçнă хыççăн, ăнлантăм. Анна Ивановна мана ÿпкелесе те илчĕ. Çапла пулса тухнишĕн кама айăплас ĕнтĕ? Йăлтах кĕтмен çĕртен пулса тухрĕ. Питĕ курса калаçас килет санпа. Эсĕ хирĕç çырасса кĕтсе пурăнатăп.
Сана чунтан хисеплекен — А. А.”.
Темиçе хут вуласан та, Салампи çак кĕске çырура хăй мĕн шыранине тупаймарĕ. Алмазов хăй ятне пĕтĕмпех çырманни те кÿрентерчĕ ăна, сахал çырни те çырлахтармарĕ; “сана чунтан хисеплекен” тени вара питĕ сиввĕн, йăлишĕн кана çырнă сăмах çаврăнăçĕ евĕр туйăнчĕ. “Хисеплекен”, пăшăлтатса илчĕ вăл кăмăлсăррăн. “Çук, юратман вăл мана; хам суккăр пулнă пирки, вăл манпа ыт ахальтен çÿренине те сисмен, — шухăшларĕ хĕр.— Эпĕ ача усрава илни çинчен вăл пĕрре те асăнмасть. Валерик ăна кирлĕ те мар пулас. Ырлать-и вăл мана тăлăх ачана усрава илнĕшĕн, хурлать-и? Кирлĕ-и эпĕ ăна халь, çук-и? Вăл, мăн кăмăллăскер, хăйне нихçан та айăплас çук, каçару ыйтас çук. “Çапла пулса тухнишĕн кам айăплă ĕнтĕ? Йăлтах кĕтмен çĕртен пулса тухрĕ”,— тет. Кĕтмен çĕртен-и? Ан тив, эпир пĕр-пĕрне кĕтмен çĕртен тĕл пулнă, тейĕпĕр, анчах эпĕ ăнсăртран юратрăм-и? Эсĕ Музăпа кино курма ăнсăртран кайнă, тейĕпĕр, анчах кайран мана ăнсăртран пĕр хушă манса пурăнтăн-им? Эпĕ те Валерике кĕтмен çертен тĕл пултăм, анчах Муза ун чухне садран тухса тарчĕ, эпĕ тăрса юлтăм, тăлăх ачана тытса ачашларăм — ку каллех ăнсăртран-и? Çавăн хыççăн Валерик асăмран кайма пĕлмерĕ: пĕрмай унăн телейсĕр шăпи çинчен шухăшларăм, ăна хам ывăл тума шут тытрăм — ăнсăртран-и? Çук, Анатолий, ку пĕрре те ăнсăртран мар, эс калашле, кĕтмен çĕртен мар,— йăлтах хам шутланă пек пулса тухрĕ; çапла пулмалла та вăл, урăхла пулма та пултараймĕччĕ! Уйрăлтăмăр эпир санпа тахçанах. Акă, эсĕ çырăву айне хушаматна та çырмастăн, каллех çын умĕнче куçран ÿкмелле пуласран шикленетĕн пуль? Анчах эпĕ апла мар, юрататăп пулсан— хам юратуран вăтанассăм çук, ăна çынсенчен пытарассăм çук… Пĕлместĕн, Толя, ман кăмăла…
Салампи çыру вуланă чух Валерик шалти пÿлĕмре çывăратчĕ, “кукамăшĕ” тĕпелте ун валли çăм чăлха çыхса ларатчĕ. Салампи çырăва Валерикăн картинкăллă кĕнеки хушшине хучĕ те, пальто тăхăнса, сада тухрĕ.
Кĕрхи сад ăна кичеммĕн, йăлтах çаралса юлнăн туйăнчĕ. Ура айĕнче çумăрпа шÿсе çĕрнĕ çулçăсем кĕççеленсе выртаççĕ, сукмак çинче пылчăк çăрăлать, карта çинче халĕ çеç хутса кăларнă çĕрĕк шăршăллă кантăр çурăмĕсем çакăнса тăраççĕ; улмуççисем çумăрпа шапарса, сивĕпе кÿтсе лараççĕ; çанталăк тĕксĕм, ниçта пĕлĕт уççи курăнмасть, йĕпхÿ пĕрĕхет.
Алмазов çырăвĕ Салампишĕн çак çанталăк евĕр салхуллă пулчĕ…
Хура ăшлă çынсем кÿрентернĕ хĕре çак самантра йăлтах, йăлтах ултавлă пек туйăнчĕ, савни çырăвĕ те савăнтармарĕ.
“Пĕр ăшă сăмах та çук-çке ун çырăвĕнче! Е вăл маншăн пĕр ăшă сăмах та тупма тăрăшмарĕ-ши? Малтан та ун пек сăмахсем каламастчĕ-çке вăл мана? Анчах çук, вăл — Вирьялов мар. Юратсан та, юратăвĕ çинчен калас çук. Мăн кăмăллăскер, чунĕ ыратсан та, шăл ыратать, тейĕччĕ. Çапах мĕншĕн вăл çав Музăсене ĕненчĕ-ши? Анчах эпĕ хам та Музăна ĕненеттĕм мар-и? Тен, Анатолий те йăнăшрĕ? Тен, эпĕ хам ун çинчен йăнăш шухăшлатăп? Пĕр ăшă сăмах та çук-им вара ун çырăвĕнче? Мана тунсăхлатăп, теменччĕ-и вăл? Çырăвне тепре вуласа пăхас! Часрах, часрах вулас…”
Салампи пÿрт алăкне уçсанах, ăна хирĕç Валерик чупса пычĕ, хаваслăн калаçса-кулса, платйĕ аркинчен çакăнчĕ:
—Мама! Пăх-ха, эпĕ мĕнле картинкăсем сăрларăм, мама,— тесе, Салампие хăйĕн кĕнекине кăтартрĕ.
—Валерик, кунта хут татăкĕ пÿрччĕ, ăçта хутăн эс ăна? — пăлханса ыйтрĕ Салампи.
Вучах умĕнче тĕрмешекен карчăк шикленсе ÿкрĕ.
—Кирлĕскерччĕ-и хучĕ?
—Мама, эпĕ вăл хута кукамая хуран айне хума, вут чĕртме патăм,— пĕлтерчĕ сăмаха ялан тÿрĕ калама вĕреннĕ ача.
—Кирлĕскерччĕ-и хучĕ, Салампи? Ах, чĕрем çурăлса кайрĕ, хам та пăхмарăм. Пит кирлĕскерччĕ пуль? — хытах пăшăрханса каларĕ карчăк.
Хĕрĕ пĕр хушă ним калаймасăр тăчĕ, унтан хаваслă Валерике çĕклесе хăй çумне пăчăртарĕ те питĕнчен чуп турĕ.
—Çук, кирлĕскерех марччĕ,— терĕ вара хуллен.
Сăлампие колхоз правленине чĕнтерчĕç. Вăл унта пырса кĕнĕ чух кăнтăрлахи апат вăхăчĕччĕ, канцеляринче председательпе парторганизаци секретарĕ кăначчĕ, иккĕшĕ те питĕ кăмăлсарччĕ: вĕсем колхозри ĕçсем пирки чĕрре кĕрсех тавлашма пикеннĕччĕ.
— Пĕлтĕр ку вăхăтра республикă государствăна тырă парса татрĕ, кăçал вара пилĕк район кăна парса татнă. Пирĕн район кайрисен шутĕнче пырать, хамар колхоз та
районта малтисен шутĕнче мар,— терĕ парторганизаци секретарĕ Борисов, алăкăн-тĕпелĕн уткаласа.
—Халăх тăрăшать, тăрăшмасть мар. Анчах ăçта, ăçта пирĕн техникă, техникă тени, ăçта автомашинăсем? Вăкăрсем, вăкăрсем кÿлсе инçех каяймăн, а хулана çывăх мар,— хирĕçлерĕ ăна председатель Яшманов, сарлака сĕтел хушшинче хускалмасăр лараканскер.— Халăх хирте те, йĕтем çинче те лăш курмасăр, лăш курмасăр ĕçлет. Пур ĕçе ал вĕççĕн, ал вĕççĕн тенĕ пек тăватпăр. А ĕçлекен çынни ăçта? Нумай-и, нумай-и? Вăрçăран çĕр вун виçĕ çын таврăнмарĕ. Ик çĕр аллă килтен çĕр вун виçĕ вăй питти арçын! Таврăннисенчен те — миçе инвалид?!
—Ăна эпĕ лайăх пĕлетĕп, Федор Иваныч, инвалидсем пирки мана нумай ăнлантарма кирлĕ мар,— терĕ секретарь, председатель умне уксахласа пырса.— Çапах та ĕçе лайăх йĕркеленĕ пулсан, ĕç дисциплинине çирĕплетнĕ пулсан, эпир пур ĕçе те вăхăтра туса пĕтернĕ пулăттăмăр.
Калама çăмăл, калама çăмăл. Çĕртме хăвăртрах пĕтерме вунăкунлăх ирттерес терĕмĕр — пулса пĕтмерĕ, пĕтмерĕ. Çитес пилĕк кун хушшинче çĕр улми кăларса пĕтерсе патшалăха парса татас тетпĕр — ĕлкĕретпĕр-и? Ненай, ненай. Кăçал çĕр улми вăйлă пулчĕ, гектартан пин те виççĕр пăт тухать. Ак ыран-паян сивĕсем килсе çапаççĕ, çапаççĕ — пирĕн вара улмана алсапа пухмалла пÿлать. Планне тăватпăр, анчах вăл хут çине çырăннипех юлать, çаплипех юлагь. Алă çитмест, тетпĕр, а эсир хирти ĕçсене пĕтермесĕр, “сад эрнисемпе” аппаланатăр. Ача вăййи!—сасне хăпартса кăшкăрчĕ те председатель чыхăнса ÿсĕрме пуçларĕ.
—Ача вăййи мар, Федор Иваныч,— хирĕçлерĕ Борисов çирĕп сасăпа.— Республикăри Министрсен Совечĕ ун пирки ятарласа Постановлени кăларчĕ. Пирĕн те “Малалла” колхозри пек сад пулмалла, пулать те.
—”Малалласене” çитме пирĕн нумай мекĕрленмеллеха, Григорий Петрович, нумай мекĕрленмелле.
—Халăха, пурне те, ĕçлеме хавхалантармалла, Федор Иваныч.
—Мĕнле? Сăмахпа-и? Пуш сăмахпа-и?
—Партипе правительствă колхозниксене пурлăхпа хавхалантарма хушаççĕ. Лайăх ĕçленĕшĕн хушса тÿлеме хушаççĕ. Июньти постановленире…
—Постановлени!—хĕремесленсе кăшкăрчĕ Яшманов.— Эпĕ хам та лайăх пĕлетĕп ăна, хушса тÿлемеллине!—Анчах кам кĕсйинчен, кам кĕсйинчен хушмалла? Манчен-и, санчен-и, унчен-и? — тесе, председатель стена çумĕнчи Мичурин портречĕ çине тĕллесе кăтартрĕ. — Эп тем пек парăттăм. Кăçал — темиçе çултан, темиçе çултан пĕрремĕш хут аванс шучĕпе пĕрер кило ыраш, икшер кило çĕр улми валеçрĕм. Тырра патшалăха парса татичченех салатма пуçланă тесе, мана выговор пачĕç. Патшалăх умĕнчи парăмсене миçе çул, миçе çул парса татман, кивçене мĕн чухлĕ кĕрсе кайнă тата? Вăл кивçенсене государствă сапламасан — çăкăр çийĕпĕр, çийĕпĕр тетни?
—Кăçал тыр-пулă нихçанхинчен вăйлă пулчĕ. Тепĕр икĕ çултан пĕтĕм кивçене-парăма тататпăрах. Çынсене колхоз ĕçĕнчен сивĕтмелле мар кăна, вара хулана таракансем те, ял-ялĕнче çÿресе калăм тăвакансем те пулмĕччĕç. Колхознике пурлăхпа хавхалантармасан, эпир эртел хуçалăхне пур пĕрех çĕклейместпĕр.
—Вăл—каламасăрах, постановленисемсĕрех паллă! Ăна чухлама нумай ăс кирлĕ мар. Постановленийĕ — акă вăл. Халь кăна тепре, тепре вуласа тухрăм. Мĕншĕн эсир ăна пĕр енчен кăна куратăр? Кунта, лайăх ĕçленĕшĕн хушса тÿлесси çинчен каланă хушăрах, япăх ĕçленĕшĕн чакарса, катса тÿлесси çинчен те ăнланмалла каланă, шурă çине хурапа çырса хунă. Халĕ кăна Степанова Машăна, Тяпан Маруçне, вуласа патăм. Килсе кĕчĕ те Турикаса илтĕнмелле ÿлесе макăрать, çĕрти-çÿлтине асăнманни хăвармасăр ылханать. “Мĕншĕн манне ĕç кунĕ нумай чакартăр? Паянах ĕçрен тухатăп тесе хăратать…
—Мĕн пулнă вара? — пăшăрханса ыйтрĕ Борисов.
—Мĕн пултăр! Вăл пăхакан пăрусем юлашки вăхăтра, ÿт хушас вырăнне, начарлансах пыраççĕ. Ак, Постановленире мĕн каланă! — тарăхнă председатель хĕрлĕ кăранташпа паллă тунă хаçата пÿрнипе тĕртсе кăтартрĕ.— Ак, ак! “Пăрусем, вĕсене япăх пăхнипе, начарланса хăйсен йывăрăшне чакарсан, телятницăнне кашни пăрушăн 0,3 ĕç кунĕ катмалла”. Шурă çине хурапа çырнă. Саккун! Эп шухăшласа кăларман, кăларман. Кашни колхозникех Степанова пек ĕçрен тухассипе хăратма тытăнсан, ăçта кайса кĕмелле, тет, ман? Ман çумра ача кăна вĕт-ха вăл! Ялта та ятласан, районта та аслисем сĕтел çапсах хăратсан, ăçта кайса кĕрес председателĕн? Е манăн та аслисене ĕçрен тухассипе хăратас-и?
—Ун пекех мар пуль-ха, Федор Иваныч…— теме пуçланăччĕ Борисов — Яшманов ăна пÿлсех каларĕ:
—Çавăн пек, Григорий, çавăн пек!.. Пĕри пур-ха унта
çулĕпе ман ывăлпа тантăш, тутинчен сĕт сарри те кайман темелле. Çав ăслă пуç мана сĕтел çапса ятлать, ман кăвак çÿçĕме хисеплесчĕ хуть. Вăл, Таçти хулара ÿснĕскер, мана, çак çĕр çинче утмăл çул пурăннăскере, Анаткас уйĕсенче ăçта мĕнле тырă мĕн чухлĕ акмаллине вĕрентет… Хăçан, хаçан вăл аллине хура тăпрапа вараламан чиновник хресчене çĕр ĕçне мĕнле тумаллине вĕрентесси, хушасси пĕтĕ? Акă кур, çак эрнере кăна районтан мĕн чухлĕ циркуляр, приказ, наказ, указ, чару, хушу килсе тулчĕ! — Яшманов хут тĕркине пĕркеленнĕ, çĕр ĕçĕпе хытнă аллипе çапса кăтартрĕ.— Мĕне мĕнле тумаллине вĕрентмен, хушман кăна! Хăçанччен пырĕ кун пек бюрократла волокитă?.. Мĕншĕн халăха хăйне шутлама памалла мар. Е колхозник çав бюрократран ухмахрах-и? Пулла ишме вĕрентесшĕн…
Çенĕкре алăк шалтлатни, такам васкаса утни илтĕнсен, Яшманов шăпланчĕ, графинран шыв тултарса ĕçрĕ те, çын кĕрессе кĕтсе, алăк çинелле пăхса ларчĕ, кăшт лăпланнă пек пулчĕ.
Пÿлĕме Салампи кĕрсе тăчĕ те сывлăх сунчĕ.
Председательпе парторг самантрах сăнран улшăнчĕç, хĕре кăмăллăн саламларĕç.
—Иртсе ларăр, Акрамова юлташ,— терĕ ăна парторганизаци секретарĕ Борисов, пукан сĕнсе; хăй лармарĕ, чÿрече янахĕ çумне таянчĕ те, хура куçĕсене пĕр сиктерми, Салампи çине тинкерсе пăхрĕ, кивелнĕ кителĕн çÿлти тÿмине вăраххăн тÿмелерĕ, унтан председатель еннелле çаврăнчĕ.
Яшманов, хĕрлĕ сăнлă, шап-шурă çÿçлĕ, сухалсăр старик, Салампи умне пырса ыйту палли пек кукăрăлса, курпунне кăларса тăчĕ те, калас тенĕ сăмахне каласа пĕтереймесрен хăранă евĕр, питĕ васкаса, тытăнчăклăн калаçа пуçларĕ.
—Санпа-санпа калаçса пăхас, терĕмĕр, Салампи, çавăнпа чĕнтĕмĕр. Халĕ-халĕ мĕнле эсĕ, института каймастăн-каймастăн, терĕç-и çав?
—Анне питĕ вăйсăрланчĕ, пÿртре те аран çÿрекелет,— терĕ Салампи, ун çине аялтан çÿлелле пăхса, унтан Борисов еннелле çаврăнчĕ те хуллен хушса хучĕ.— Йывăр пулать кăçал вĕренме, Валерик те…
“Кăшт чăрмантарать” тесшĕнччĕ вăл, анчах шухăшласа илчĕ те шарламарĕ. Вăл мĕн каласса сиснĕ пекех, Борисов сăмах хушрĕ:
—Ну, мĕнле ÿсет Валерик?
—Чиперех.
—Апат-çимĕç енчен мĕнле? Сирĕн ĕне сĕт типĕтнĕ, терĕç мари?
—Халлĕхе сĕт-çуне хамăр кÿршĕсем паркаларĕç, малашне хамăнах йÿнеçтермелле пулать.
—Фермăран парса тăмалла,— терĕ Борисов, председателе куçран пăхса.
—Паратпăр-паратпăр. Ун пирки халех-халех счетовода калатпăр — распоряжени çыртăр. Сĕт-турăхран чару пулмасть-пулмасть,— терĕ васкаса Федор Иванович, вара кăвак пуçне хуллен шăлса илчĕ те, юрланă пекрех, сăмах вĕçĕсене тăсса каларĕ.— Апла эсĕ, Салампи, кăçал ялтах хĕл каçас тетĕн-и?
—Тепĕр кĕркуннеччен ялтах пурăнмалла ĕнтĕ. Çитес кĕркунне каллех института вара. Унччен колхозрах ĕçлес тетĕп. Пур пĕрех ĕçсĕр лармалли çук.
Федор Иванович кăшкăру палли пек тÿрленсе тăчĕ, Борисов çинелле хаваслăн пăхрĕ.
—Çавăн пирки калаçса пăхас терĕмĕр сирĕнпе,— Борисов, хура куçĕсене вылятмасăр, Салампи çине тинкерчĕ.— Хăвăр ăçта ĕçлесшĕн эсир? Йывăр пулать-çке сире ача пур çинчех ĕçе тухма?
—Валерик çав териех пĕчĕк мар ĕнтĕ. Анне те виçĕ çулхи ачана пăхма пултарать. Иккĕшĕ пÿртре кăштăртатĕç. Хам та инçе ĕçе каймасан…
—Инçе ĕçе мар-ха, эпир сана каллех фермăна-фермăна илесшĕнччĕ… пăрусем-пăрусем пăхма,— пÿлĕне-пÿлĕне каларĕ Федор Иванович.— Мĕнле шутлатăн, кÿренмелле пулмĕ-и?
Хăй каллех, ыйту палли пек кукăрăлса, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ.
—Мĕншĕн кÿренес-ха, эпĕ институтра зоотехнике вĕренетĕп-çке,— терĕ Салампи, председателĕн кашни хусканăвне сăнаса.— Малтан та фермăра ĕçленĕ, халĕ те çавăнтах ĕçлес шутăм пур. Ферми те килтен инçех мар темелле.
Федор Иванович тÿрленсе ларчĕ, Борисов еннелле кулкаласа пăхрĕ.
—Кун пирки пире Лена Михайлова систерчĕ. Çавăнпа сире фермăра ĕçлеме сĕнес терĕмĕр. Унта пирĕн ĕçсем чаплах мар-ха, пăру пăхакансем япăх ĕçле пуçларĕç. Эсĕ ĕçленĕ чухнехи пек мар.
—Степанова Мария вырăнне-вырăнне яратпăр сана, Маруç вырăнне.
—Вăл ĕçрен тухать-им?
—Тухма тухмасть, питĕ кахалланса-кахалланса çитрĕ, ан тив, ĕçлетĕр кăшт сан помощница пулса,— терĕ Яшманов, хаярлана пуçласа. Ăна Борисов пÿлчĕ.
—Ĕçлеме эсир, Акрамова, çак кунсенчех тытăнсан аванччĕ, анчах эпир сана хушса каламастпăр, хăвăр ирĕкпе тытăнăр,— терĕ те вăл, пукан çине хунă пальтине алла илчĕ, кайма хатĕрленчĕ.
—Эпĕ ыранах ĕçе тухма хатĕр,— пĕлтерчĕ Салампи.
—Вăт-вăт, Акрамовсен йăхне палласа илетĕп, аçу-аçу çаплаччĕ, ĕçсĕр пĕр сехет те лараймастчĕ,— куçĕсемпе кăна кулса каларĕ Яшманов, вара хĕрĕнни пек хĕрлĕ пичĕ те хаваслă кулăпа йăлкăшма пуçларĕ. Вăл чунĕпе ырă çын иккенне Салампи ачаранпах пĕлсе ÿснĕ. Федор Иванович ун ашшĕпе питĕ туслă пурăннă, иккĕшĕ пĕрле вăрçа кайнă (ăна фронтра контузи пулнă, çавăнпа вăл тытăнчăклă калаçать), вăрçăран таврăнсан ялта совет влаçĕшĕн кĕрешнĕ, колхоз тунă. Салампи ашшĕ вилнĕренпех Федор Иванович колхоз председателĕнче ĕçлет. Салампи ăна хăйĕн ашшĕ вырăнне хума хăнăхса çитрĕ: Яшманов вĕсене вăрçă вăхăтĕнче сахал мар пулăшса тăчĕ.
—Эсĕ унта Маруçсене-Маруçсене мах ан пар. Хам кун каçа пур çĕре те çитсе курма ĕлкĕрейместĕп. Фермă заведующийĕ юлашки вăхăтра ĕçкелеме пуçларĕ. Халĕ эсĕ, Салампи, фермăна кайса кур, ак, Борисов та унта каять, пĕрле кайса кур, паллаш-паллаш унти ĕçсемпе. Сĕт-çу пирки ан пăшăрхан, паратпăр-паратпăр…
Салампи правленирен Борисовпа пĕрле тухрĕ те, иккĕшĕ фермăналла утрĕç.
Григорий Петрович Борисов вăрçăччен ялта чи ĕçчен колхозник шутланатчĕ. Ун чухне ăна пурте Кĕркури тесе чĕнетчĕç; вăл, çăмăл кĕлеткеллĕ хура каччă, пуринпе те вашават калаçатчĕ, çурхи вăйăсенче ăна никам та хăваласа çитейместчĕ, ака туйсенче ют ял каччисем ташласа ун çине тухаймастчĕç; хастар комсомолецчĕ, пур спектакльте те чи кулăшла рольсене вылятчĕ, стена хаçачĕ кăларатчĕ, таврара пĕртен пĕр пултаруллă ялкор шутланатчĕ. Вăрçăччен кадровăй çарта службăра тăчĕ, унтан таврăнсан ĕне фермин пуçлăхĕ пулчĕ, хĕрĕх иккĕмĕш çулта Сталинград патĕнче йывăр аманса таврăнчĕ, тĕплĕ çын тесе, ăна кладовщике лартрĕç, улттăмĕш çул ĕнтĕ çав ĕçре çÿрет. Анчахрах ăна колхозри пуçламăш парторганизаци секретарьне суйларĕç.
Салампи Борисова ачаранпах пĕлет, анчах халиччен унпа ытла çывах курса калаçманччĕ-ха, ĕçре те пĕрлех пулманччĕ. Акă малашне пĕрле ĕçлемелле пулать ĕнтĕ; йывăр чухне те унран пулăшу ыйтмалла, пултараймасан та унран канаш ыйтмалла. Юрать-ха, вăл çынни кăмăллă. Авă, ним каличчен малтан Валерик çинчен ыйтса пĕлчĕ, ĕçлеме тытăничченех ĕç çăмăл пулас çуккине систерчĕ.
—Выльăх-чĕрлĕх енĕпе пирĕн колхозăн мухтанмаллиех çук-ха, пăрусем ÿстерес тĕлĕшпе те питĕ кайра пыратпăр,— терĕ Борисов васкаса утнă май. Унăн пальто аркине пылчăк сирпĕнсе çыпăçнă, хăрах атă кĕли чалăшнă: Григорий Петрович аманнă урине хуçлатмасăр сĕтĕрсе утать.
“Нумай утать пулас, пур ĕçе те хăй çитсе курма тăрăшать, йывăр ăна”,— хĕрхенсе шухăшларĕ Салампи, унпа юнашар утма тăрăшса.
—Кăçал пăрусем валли çĕнĕ вите туса лартрăмăр ĕнтĕ, лайăх темелле. Анчах телятницăсем малтанхи пекех япăх ĕçлеççĕ. Лена çеç тăрăшать, Маруçпа Таруç япăхланса кайрĕç. Эсир комсомолкă, Акрамова, сирĕн фермăри çамрăксене хăвăр тавра пухас пулать. Пĕлÿ те, культурă та çителĕклĕ сирĕн — ыттисене те вĕрентес пулать. Акă, кăçал телятницăсене те лайăх ĕçленĕшĕн, нумай пăру пăхса ÿстернĕшĕн ĕç кунĕ хушса памалли постановлени тухрĕ, фермăра ĕçлекенсене çавна лайăх ăнлантарса памалла. Клубра агрокружок занятийĕсем йĕркеллех иртеççĕ, зоокружок ĕçне халь те йĕркелесе çитерейместпĕр-ха. Кун пирки сирĕн те тăрăшмалла, пире пулăшмалла пулать, Акрамова.
Салампи итлесе, килĕшсе кăна пычĕ, ним те хирĕçлемерĕ, ним те ыйтмарĕ.
—Мĕн пултарнă таран ĕçлес пулать ĕнтĕ,— терĕ вăл хăй пирки.
—Хăвăр çеç пултарнă таран ĕçлени çителĕксĕр, ыттисем те мĕн пултарнă таран ĕçлеччĕр,— хирĕçлерĕ Борисов, унтан шÿтлĕрех хушса хучĕ.— Эсир ĕнтĕ халь хăвăра евĕр начальницă пулатăр, ытти телятницăсем сире итлеме тивĕç,— унтан кулмасăр каларĕ.— Вĕсем темиçе çул фермăра ĕçлеççĕ, эсир, пĕр хушă хулара вĕренсе пурăннă хыççан, халь кăна пуçлатăр. Вĕсене итлеттерме çăмăлах пулмасть, ас тăвăр!
—Пĕлетĕп, çăмăлах пулмасть…
Фермăпа яла тарăн çырма уйăрса тăрать, çĕнĕ витесем лаштра йăмрасем айĕнче лараççĕ. Çырмари çăл умĕнче темиçе ĕне пылчăк çăрса тăрать, унтах пушмак пăрусем çÿреççĕ, вĕсене паян никам та шăварман пулас.
—Водопровод çукки хуплать, кĕрччен тăвас тенĕччĕ— хура кĕр çитсе те çапрĕ, часах çĕр шăнать, çуркуннесĕр каллех тытмалли çук,— терĕ Борисов пăшăрханса.— Чи малтанах фермăсене шыв кĕртес тетпĕр. Ĕнесене витере усранă чух, пĕлетĕр, кашни пуçах талăкра пилĕк-ултă витре шыв кирлĕ: шăварма та, çума та, инвентарь тасатма та. Ун чухлĕ шыв йăтса çитер-ха, хулсем хускалми пулаççĕ. Çапах та йăтмаллах. Çавăнпа калатăп та: çăмăлах пулмасть кунта ĕçлесси.
—Пĕлетĕп,— терĕ çеç Салампи.
Фермă картишĕнче вĕсем пăру витинчен тислĕк хырса кăларакан Ленăна тĕл пулчĕç.
—Здравствуйте! — тесе, йăлкăшса кулчĕ те хĕр кĕреçе хăлхи çине хăрах урипе пусса тăчĕ, фуфайкă çийĕн çыхнă сарлака чĕн пиçиххине туртса хытарчĕ, тутăр айĕнчен тухса кайнă сарă çÿç пайăркине тÿрлетрĕ.
—Салам, Михайлова! Пĕчченех ĕçлетĕр-и? Маруçпа Таруç ăçта?—ыйтрĕ Борисов.
—Кăнтăрлахи апата кайрĕç.
—Мĕншĕн витери тислĕке хырса хăвармасăрах кайрĕç?
—Эпĕ каларăм Маруçа, тасатса пĕтермесĕр ан кайăр, терĕм.
—Вара?
—Хырăм выçсан, урлă выртан шăрпăка тăрăх çавăрса хума та вăйăм çук, тесе хăварчĕ. Ăна сăмахпа çĕнтереймĕн.
—Ик-виçĕ сехет хушши апатланаççĕ эппин? Шамбулкин кунтах-и? Ăçта вăл?
—Павăл анчахрах таçтан сулланса килчĕ те халĕ пÿртре: “Кончал!” — тесе выртать.
—Ÿсĕр-и?
—Пĕлмелли çук унăнне. “Маруç инкĕшĕ хăй юхтарнине ик стакан тыттарчĕ те — янклаттартăм турă пулăшнипе”,— тесе выртать. Чĕнсе тухас-и?
—Ан чăрман, хамăрах кĕрсе тухăпăр. Ну, Михайлова, паянтан сирĕн çĕнĕ работницă пулать.
—Чăнах-и?—терĕ те хĕр, кĕреçине пăрахса, тантăшне ыталаса илчĕ.— Каçар, Салампи, вараларăм сана, хĕпĕртенипе пулчĕ. Эпĕ саншăн питĕ хавас. Мен ĕçе, Павăл вырăнне-и, старши дояркă вырăнне-и?
Салампи ăна хăй пăрусем пăхма кĕрессине пĕркунах пĕлтернĕччĕ пулин те, Лена çапах ĕненесшĕн пулмарĕ.
—Çук, пăрусем пăхма,— терĕ Салампи кулмасăр.— Каларăм-çке сана?
Лена пĕр хушă чĕнмесĕр тăчĕ, вара каллех ыталарĕ.
—Пĕрле ĕçлĕпĕр! Эпĕ тем пек хавас!
Пÿртре, алăк патĕнчи сак çинче, “хуп турттаракан” Шамбулкин Борисов сассине илтсенех харлаттарма чарăнчĕ, салтакла хăвăрт сиксе тăчĕ те гимнастеркине турткаласа тÿрлетрĕ.
—Здравия желаю, Григорий Петрович! Салам, Салампи! Çумăра кура пулас, ыйхă пусса килчĕ. Çанталăке те, ав, мĕнле паян: кунĕпех тăкать, те турри ÿсĕр; хăй хăваланине пĕр алтăр янклаттарнă пулмалла. Иртсе ларăр.
—Çумăр паçăрах чарăнчĕ. Таса мар сан кунта, Шамбулкин, ларма та шикленмелле,— тĕртсе каларĕ Борисов.
—Каларăм паян хĕрсене, штоп порядок пултăр, как в танковых частях, терĕм. Таçта кайса пĕтнĕ, пĕр Лена кăна тислĕк хырать. Пыл хурчĕ пек, пĕрмай ĕçлет вăл.
—Ун пирки кайран калаçăпăр, каçхине, пурте пухăнсан. Халь акă йышăн, çĕнĕ работницă килчĕ. Паллаштар ăна ĕçпе.
Павăл сăнĕ сасартăк салхуланчĕ, кĕске кастарнă хĕрлĕ çÿçĕ шăрт пек туйăнса кайрĕ.
—Ман вырăна-и?
—Çук, Степанова вырăнне,— хăвăрт пĕлтерчĕ Салампи, каччă мĕншĕн шикленнине сиссе.
—А-а-а… Эпĕ хавас! Мĕн паллаштармалли? Çирĕм пилĕк пăру пулать сан алăра. Хăçан апат памалли, шăвармалли, тасатмалли, уçăлтармалли — акă распорядок дня пур пирĕн, акă çырса çапнă, паллашма пултаратăр.
—Эс малтан хуçалăхупа паллаштар, витене илсе тухса кăтарт,— ас тутарчĕ Борисов.
—Витене? Пожалстă, тархасшăн… тухса пăхар.
Шамбулкин вĕсене малтан Лена пăхакан пăрусем патне ертсе кĕчĕ.
—Атя пĕрле, Михайлова, эс пăхнă пăрусене тĕрĕслетпĕр… Порядок в танковых частях! — мухтанса илчĕ вăл таса коридорпа утнă май, тирпейлĕ пĕчĕк пÿлĕмсене кăтартса.
Маруç пăхакан пăрусем патне çывхарнăçемен Павăл самаях салхуланчĕ: кунта пăрусен пÿлĕмĕсенче те, коридор урайĕнче те таса мар, ура пусма çук — тислĕкпе пылчăк çăрăлса выртать. Кашни пÿлĕмре икшер çамрăк пăру, пÿлĕм алăкĕсем çинче ят хăмисем — пăру ятне çырнă хăма татăкĕсем. Акă пĕр ят хăми тислĕк çинех хăйпăнса ÿкнĕ, Павăл ăна хăвăрт пĕшкĕнсе илчĕ те малтанхи вырăна майлаштарса çакрĕ.
—Танковăй чаçри йĕркесене ытла хăвăрт мантăн пулас, Шамбулкин?
—Каларăм эп вĕсене, Григорий Петрович, уборкă тумасăр апата ан кайăр, терĕм. Хырăм выçсан шăрпăк та хускатаймастăп, тет Маруçĕ. Итлеми пулчĕ…
—Танкист, танкист!.. “Кончал!” тесе выртатăн эппин?
Павăл хĕрелсе кайрĕ, ним калаймасăр шăлне çыртрĕ — хăлха айĕнче янах шăмми выляса илчĕ; каччă, тĕкме хатĕрленнĕ вăкăр пек, таканланă атă кĕлипе кукалесе, тислĕк купинчен шыв кăларчĕ, пуçне пĕксе тăчĕ.
“Тарăхать,— шухăшларĕ Салампи, ун çине кăмăлсăр пăхса,— анчах вăл мĕншĕн пăру витине тасаттарман-ха? Калаçма ытла çивĕч калаçать-çке?”
Вĕсем витен тепĕр вĕçĕнчи алăкпа картишне тухрĕç те тислĕк купи умĕнче чарăнса тăчĕç.
—Мĕншĕн куна халиччен уя кăларман, Шамбулкин?— ыйтрĕ Борисов, тислĕк купи çинелле кăтартса.— Эсĕ фермă пуçлăхĕ, çакна тума та колхоз председателĕ е парторганизаци секретарĕ асăрхаттарасса кĕтсе пурăнатăн-и? Е эсĕ, ху кунта заведующи пулнине асăнтармалăх, Хеопс пирамиди çÿллĕш тислĕк купи тăвас терĕн-и?
—Ун пек ан калăр-ха, Григорий Петрович. Мĕскер пирамиди пултăр? Нимпе те алă çитмерĕ. Ыранах йăлт тасататпăр,— терĕ Павăл, Салампи çине пăхса илсе.
“Вăрçăччен кунта кун пек марччĕ!” — тесе калас килчĕ чун кÿтнипе Борисовăн, анчах вăл, кунашкал калани хăйне килĕшменнине туйса, калас сăмахах çăтса ячĕ.
— Танкист, танкист… Куратăр, Акрамова, сирĕн ĕç çăмăлах пулмасть.
—Тислĕкне ăна, пурте харăс тытăнсан, пĕр виç кунтанах тасатса пĕтерме пулĕччĕ,— сăмах хушрĕ Салампи.— Фермăри ĕçсене мĕнлерех механизациленине пĕлес килет манăн.
Павăл ун çине кăмăлсăррăн пăхса илчĕ.
—Мĕн механизацийĕ? Хăвăрах куратăр: водопровод çук, автопоилкăсем çук, шыв витрепе йăтмалла, ытти колхозсенчи пек рельсăллă çулсем çук, выльăх апат-çимĕçне витене тачкăпа е лăпăпа йăтмалла.
—Кормозапарник пур-и?
—Пур,—ирĕксĕртереххĕн, кормозапарник пуршăн тарăхнă пекрех каларĕ Павăл.— Вăл та пулмасан вара — тух та тар фермунтан. Корнерезкă пур, жмыходробилкă пур, тачкăсем пур терĕм, тата мĕн пур? Силосорезкă çук, картофелемялкă çук, корнеклубнемойкă çук тата тем те пĕр çук — вăт сана механизаци! Ĕне ферми, теççĕ. А пуриншĕн те завфермой отвечай! — хĕрсе кайсах каларĕ Шамбулкин. — Тăрăшман мар эп, пĕтĕм ял пĕлет…
—Тислĕк тасатма та силосорезкă е картофелемялкă кирлĕ-и? Колхоз кăçал мĕн чухлĕ çурт тунине ху чухлатăн. Пурне те пĕр харăс туянмашкăн пирĕн колхоз халлĕхе миллионер мар-ха, — хирĕçлерĕ Борисов.— Пултарнă таран тăрăшса ĕçлеместпĕр, акă мĕн, çавăнпа картишĕнче Египетри пирамидăсем çÿллĕш тислĕк купаланса выртать, ав, карта урлах курăнать, аякранах…
—Ыранах тасатма тытăнатпăр, Григорий Петрович.
—Ыранхи кунăн вĕçĕ-хĕрри çук… Кĕçĕр фермăра ĕçлекенсене пурне те пухăнма хуш — калаçу ирттеретпĕр. Акрамова, эсир те вăхăт тупса килме тăрăшăр… Ну, мĕнле, фермăри ĕçсем хăратмаççĕ-и ĕнтĕ халĕ? Пĕрре те эсир вĕреннĕ кĕнекесем çинчи пек мар вĕт?
—Ыран ĕçе тухатăп,— терĕ Салампи кĕскен.
Каçхине вăл Ленăпа пĕрле фермăна кайрĕ. Çынсем пухăнса çитиччен Павăл ăна ĕнесене хăçан чуптарнине тата вĕсем хăçан пăруламаллине çырса пынă календарьпе паллаштарчĕ.
Маруçпа Таруç Салампие сăмах чĕнмерĕç, сывлăх та сунмарĕç.
Фермăра ĕçлекенсен пухăвĕ питĕ шавлă пулчĕ.
Федор Иванович Яшманов, Шамбулкина тарăхнипе, питĕ хаярланса, сăмах вĕçĕсене çăта-çăта калаçрĕ, пĕтĕм айăпа ун çине тиерĕ.
—Один в поле не воин,— терĕ çеç Павăл, аллине шанчăксăррăн сÿлса.— Эпĕ тăрăшман мар, пĕтĕм ял пĕлет…
—Сăмах парăр-ха,— тесе, участокри зоотехник Казаков ура çине тăчĕ. Пурте ун енне çаврăнса пăхрĕç.
Петя Казаков, çÿхе питлĕ, хаваслă сăнлă каччă, яланах шÿтлеме юратаканскер, халĕ салхуллă курăнчĕ. Вăл йăмăх
чура галстукне васкамасăр тÿрлетрĕ, пурин çине те пăхса илчĕ.
—Пĕр Шамбулкина çеç айăплани тĕрес мар пулĕ, тесе шутлатăп, — вырăсла калама пуçларĕ вăл, Яшманова куçран пăхса.
Федор Иванович хĕремесленсе кайрĕ, галстуклă зоотехник çине шурă куçпа пăхса илчĕ. “Халиччен эпир хуларан килекенсем ăс панипе пурăннăччĕ те!” — тенĕ пек туйăнчĕ вăл çапла пăхни.
—Шамбулкин çеç айăплă мар! — терĕ Казаков çирĕпреххĕн, Яшманова хирĕç хăюллăн пăхса. — Мĕншĕн кÿршĕри “Малалла” колхозра фермăри ĕçсене тĕрĕс йĕркелесе янă, мĕншĕн кунта, “Çăлтăр” колхозра, япăх?
—”Малалласен” çаранĕсем-çаранĕсем мĕн чухлĕ! Вĕсен çĕрĕ вăрман çумĕнче… вăрман çумĕнче! Вĕсем выльăхсене çÿретме вăрманта-вăрманта участок илеççĕ,— Казакова пÿлсех кăшкăрчĕ председатель. Анчах зоотехник парăнмарĕ.
—Тĕрĕс мар! “Малалласем” вăрманта участок илме пултарнă пулсан, мĕншĕн “Çăлтăрсем” илеймеççĕ-ха? Ман шутпа, çитменлĕх кунта çарансем сахаллинче мар, урăххинче — колхоз хăйĕн пур пек çаранĕсене, выльăх кĕтмелли участоксене, пĕтĕм выльăх-чĕрлĕх апатне тирпейлĕ, перекетлĕ тытманнинче. Çапла мар-им? Йĕрке çукки çуллах палăрать. Ăçта, мĕнле çÿреççĕ пирĕн ял кĕтĕвĕсем? Кĕтÿ пăхмалли вырăнсене çирĕп системăпа палăртман, çавăнпа пирĕн кĕтÿ пăхмалли вырăнсене çу пуçламăшĕнчех таптаса, тислĕклентерсе пĕтереççĕ. Ĕнесем уйра июнь-июль уйăхĕсенче çеç тăраниччен çиеççĕ, августра, сентябрьте вара тăранайми пулаççĕ. Çапла мар-им? Юлашкинчен вара, хура кĕркунне çитсен, выльăх-чĕрлĕх ырханшăн, ĕнесем сĕт чакарнăшăн ÿпкелешетпĕр.
—Тĕрĕс калать!—терĕç темиçе дояркă, зоотехник майлă пулса. — Яшманов вĕсем еннелле çаврăнса та пăхмарĕ.
—Выльăхсене хĕл каçармалăх апат хатĕрлесси çакнашкалах йĕркесĕр, япăх пулса пырать,— хĕрсе каларĕ Казаков.— Сĕтеклĕ апат хатĕрлесси уйрăмах япăх. Тымар çимĕçсем акатпăр та — çумлама, çĕрне кăпкалатма ас тумастпăр. Алă çитмест, тетпĕр, турă парасса кĕтетпĕр. Турра шан та — ху та ан айванлан, теççĕ. Силос хатерлесси пирки те çаплах каламалла. Силос шăтăкĕсене япăх чавнă
пирки, силосне япăх таптаса тултарнă пирки, япăх витсе хунă пирки пĕлтĕр сахал тăкак пулчĕ-и?
—Тĕрĕс, тĕрĕс! — терĕç дояркăсемпе телятницăсем, Казаков сывлăш çавăрса илме чарăнсан. Лена сасси пуринчен хытăрах илтĕнчĕ. Яшмановпа Маруç ун çине кăмăлсăр пăхса илчĕç. Борисов, хура куç харшийĕсене пĕрсе, пуç çĕклеми тем çырса ларчĕ. Зоотехник хÿтĕлĕхĕпе Шамбулкина каллех чун кĕчĕ,— Павăл хĕрлĕ çÿçне юриех якатанçи пулчĕ, дояркăсем çине хăюллăнрах, мăн кăмăллăнрах пăхма пуçларĕ.
— Утă капанĕсем кăçал та ялтан инçетре, пĕрерĕн-икшерĕн лараççĕ, нумайăшĕсем тавра карта тытман,— малалла каларĕ Казаков. — Капансем тавра час-часах выльăх явăçнине курма пулать. Хĕлле турттарнă чух утă сахал тăккаланать-и? Турттарма та пĕр харăс мар, камăн курăм пĕтнĕ, çавă лаша кÿлет те улăха утă капанĕ патне тухса вĕçтерет, пуслăх хума та ас тумасть. Çапла пулмарĕ-и иртнĕ хĕлле?
Казаков ыйтнине хирĕç никам та чĕнекен пулмарĕ. Ĕне сăвакансем, чăнах та, утă турттарма пуслăхсăр кайни, пуслăх вырăнне хăйсем выртса килни пĕлтĕр пулкаланăччĕ.
—Çуркунне вара пирĕн дояркăсем утă турттарнă çулсем çинче тепĕр тимлĕрех мучи пĕр купалăх утă тăккаланчăкĕ пухма пултарать. Утă-улăма виçесĕр, учетсăр расхутлатпăр, “Кормовой баланс”, “кормовой план”, тетпĕр хамăр. Пур-и вăл пирĕн? Пур. Районти организацисем ыйтнипе, ячĕшĕн çеç тунă вĕсене. Хут çине çырăннă та — манăçа тухнă вĕсем. Утă-улăма куç виçипе расхутланă пирки хĕл пуçламăшĕнче яланах выльăхсене ытлăн-çитлĕн тăрантаратпăр, çуркунне еннелле вара — вĕсен “хаçат вуласси” çеç юлать. Çапла мар-им?
Салампи Казакова хулара, хаваслă студентсем хушшинче курма хăнăхнă, çавăнпа кĕçĕр ăна çакăнта, ĕмĕртен хура ĕçпе пурăннă çынсем хушшинче курсан, малтанлăха шикленчĕ. “Ялан шÿтлеме, çивĕч сăмахпа чеен тĕртсе илме юратакан Петя ĕçпе пиçĕхнĕ çынсемпе витĕмлĕ калаçма, вĕсене хăйне итлеттерме, вĕсен чĕрисене витерме пултарĕ-ши?” — тенĕччĕ Салампи. Халĕ вăл, сылтăм аллинчи пĕчĕк блокнотне сулла-сулла калаçакан Петя çине пăхса, хăй ăшĕнче вăрттăн савăнса ларчĕ. “Маттур, маттур, Петя!”
—Эсир пурте фермăри кун йĕркисене лайăх пĕлсе тăратăр. Выльăхсене хăçан апат памалли, шăвармалли, уçăлтарма кăлармалли расписани акă, куç умĕнчех, çакăнса тăрать. Анчах çав расписани тăрăх тĕрĕс ĕçлесе пыни пур-и?
Пĕр хушă хастарланнă Шамбулкин каллех шикленсе ÿкрĕ, хĕрлĕ пуçне шинель çухави ăшнерех пытарма тăрăшрĕ.
—Пĕрре расписанипе çиме е уçăлма хăнăхнă ĕне пур улшăнăва та, йĕркене пăснине те хăвăрт сисет — тÿрех сĕт чакарать. Ку сире паллă. Çапах та ĕнесене апат парасси е шăварасси сирĕш кашни кунах пĕр вăхăтра пулса пымасть. Уборкă пирки, каламасан та, хăвăрах лайăх пĕлетĕр. Ене ферминче тасалăх, йĕркелĕх çук. “Малалла” колхоз фермисене кайса курас пулсан — унта пачах урăхла йĕрке, колХоз фермăран илекен тупăш та, пĕлетĕр, сирĕннинчен чылай пысăк. Эсир вĕсемпе ăмăртатăр, анчах пĕрре те унти фермăсене кайса курман, унти животноводсен ĕçĕпе паллашман. Каллех алă çитмерĕ?
“Алă çитмерĕ” сăмаха Казаков чăвашла каларĕ. Вăл калани “ала ситмере” тенĕ пекрех тухрĕ, çапах кулакан пулмарĕ.
—Тасалăх, йĕркелĕх,— терĕ Шамбулкин чăвашла, Казаков чăвашла лайăх ăнланнине пĕлсе.— Тăрăшман мар эпĕ, пĕтĕм ял пĕлет… Мĕн чухлĕ каланă вĕсене! Степанова Мария йышшисене каласа итлеттерĕн! Снять с работы ун пеккисене — и ĕçĕ те пĕтнĕ, порядок! И вообще…
Борисов, хура куçĕсене сиктермесĕр, хăй çине тинкерсе пăхнине сиссен, Павăл шăпланчĕ.
—Снять, тетĕн эсĕ, Шамбулкин. Анчăх шухăшласа пăхрăн-им, кама “снимать” тăвасшăн? Степанова Мария вунă çул фермăра ĕçлет, пысăк опытлă телятницă. Çак çулсенче вăл çĕршер пăру ÿстерчĕ. Пире парти мĕнле вĕрентет? Фермăсенче ялан ĕçлекен кадрсем пулмалла, тет. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем çулсеренех улшăнса пырсан, колхоз малалла каяймĕ. Выльăх алла пăхать, тенĕ ваттисем, ăна юратса ÿстермелле. Эсир вăрçăчченхи ĕне ферминчи йĕркесене лайăх ас тăватăр…
Борисов, хăй çинчен калама лайăх маррине туйса, сăмаха аяккинелле пăрса ячĕ.
—Вăрçă çулĕсенче пирĕн республикăра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ аллă пĕр процент ÿсрĕ, сурăхсен шучĕ те вун пилĕк-çирĕм процеит ÿсрĕ. Выльăх-чĕрлĕх лайăх ĕрчетнĕшĕн, тыр-пул тухăçне ÿстернĕшĕн пирĕн республикă икĕ хутчен Оборонă Комитечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ
Ялавне илме тивĕçлĕ пулчĕ, эсир ăна лайăх ас тăватăр. Анчах, пирĕн фермăри ĕçсем паян мĕнлерех пыраççĕ?
Борисов, калама чарăнса, кашнин çинех пăхса илчĕ те Павăл çине тинкерчĕ.
—Чун ыратать, Шамбулкин, хамăр фермăна килсе кĕрсен, Эсĕ пăру витинче йĕркесĕрлĕхшĕн Степановăна айăплама пăхатăн. Анчах ĕне витинчи йĕркесĕрлĕхсемшĕн кам айăплă? Каллех Степанова-и? Витесенче те, ăçта ан пăх — утă е улăм тăккаланчăкĕ. Кун пирки Казаков та сире темиçе хут асăрхаттарчĕ — кĕçĕр те вăл тĕрĕс каларĕ. Ĕнесем сĕт чакарнă. Учет çук. Иртнĕ эрнере мĕн чухлĕ выльăх апачĕ расхутлăнине эсĕ, Шамбулкин, халĕ те правленине ведомоç паман-ха. Фермăри ĕçсене шута илмелли журнала та йĕркеллĕ çырса пыман. Комсомол вăтăр çул тултарнă ятпа фермăри çамрăксем ăмăрту пуçарнăччĕ. Комсомол юбилейĕ çитрĕ ĕнтĕ, анчах телятницăсемпе дояркăсем хушшинчи ăмăрту сÿнсе ларнăпа пĕрех. Ху пур— “кончал!” тесе çÿретĕн, çынсене вăрçă хыççăнхи пилĕкçуллăх çинчен тĕплĕн ăнлантарман, дояркăсемпе телятницăсене лайăх ĕçленĕшĕн ĕç кунĕ хушса парас йĕркепе те кирлĕ пек паллаштарман. Куншăн эпĕ хам та айăплă, мана та ят тивет…
Шамбулкин пичĕ тăрăх юхакан шултра тарне темиçе хут та шăлса илчĕ, ăшша пиçнипе, шинель тÿмисене вĕçертсе ячĕ.
—Фермăри йĕркесĕрлĕхсемшĕн пĕр Шамбулкин кăна мар, правлени те, парторганизаци те айăплă. Халиччен эпир тырă нумайрах туса илессишĕн çеç пĕтĕм вăй-халтан тăрăшнă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе ун пекех вăй хуманччĕ. Анчах ку малалла та çаплах пулмалла мар…
Борисов ĕçе мĕнле йĕркелесе ярасси çинчен нумай каларĕ. Ун хыççăн ĕне сăвакансем чĕрре кĕрсех калаçрĕç, хăйсен айăпне йышăнчĕç, лайăхрах ĕçлеме пулчĕç, Яшманов каллех питĕ пăлханса каларĕ — Павăла пуринчен те хытă лекрĕ. Лена Михайлова та, Маруçпа Таруç ĕçне тиркесе, çивĕч сăмах каларĕ…
Пĕрле ÿснĕ хĕрсем хушшинчи çула çак каç хура кушак татса кайрĕ…
Пуху пĕтсен фермăра ĕçлекенсем унтах юлчĕç, Яшманов, Борисов, Казаков правление кайрĕç. Салампи пĕчченех килелле утрĕ.
“Ыран ĕçе тухмалла,— шухăшларĕ вăл.— Халĕ çеç эпĕ
институтраччĕ, шавлă студентсем хушшинчеччĕ, студенткăччĕ. Ырантанпа эпĕ — колхозницă, фермăра ĕçлеме тытăатăп. Йывăр вăхăтра килсе лекрĕм кунта. Килти пурнăç та çамăл мар, фермăри лару-тăру та халлĕхе савăк мар. Çапах хăраса чакма юрамасть, çирĕп, хăюллă пулмалла! Вăйлă çынсем çук мар кунта. Борисов, Лена, Казаков — манпа пĕрле ĕçлес çынсем. Вĕсем пулăшаççех. Çын çине килсе кĕмелле пулчĕ, çавă пăшăрхантарать. Маруç питĕ кураймасть ĕнтĕ мана. Анчах эпĕ — комсомолкă, правлеци те, парторганизаци те шанаççĕ мана, хама хушнă ĕçе тумасан, юрамасть… Нăйкăшма, йывăрлăхсем умĕнчĕ пуç тайма кирлĕ мар, Анатолий калашле, шăпана карланкинчен ярса илме тăрăшмалла. Эх, Толя, Толя! Ăçта-ши эсĕ халĕ? Пĕлетĕн-ши эпĕ мĕнле тунсăхланине?..”
Салампи çĕрлене юлса таврăнчĕ пулин те, амăшĕ çывăрман, çутă сÿнтермен. Пĕчĕк Валерик ним сисми çывăрать.
—Çанталăк шăнтать-и? — ыйтрĕ кăмака сакки çинче выртăкан карчăк, хĕрĕ хывăнса çиме ларсан. Амăшĕ темшен пăшăрханса калаçнине хĕрĕ тÿрех сисрĕ.
—Çук-ха, тепĕр эрнесĕр шăнтас пек мар. Тем пулмарĕ пуль-çке, анне, эсĕ питĕ салхуллă пек?
Амăшĕ пĕр хушă чĕнмесĕр выртрĕ, вара йынăшса каларĕ:
—Кÿршĕсемпе хирĕçетĕн-çке, хĕрĕм. Пуринпе те хирĕçĕве кĕрсен — мĕнле пурăнса пĕтĕпĕр? Ырă кÿршĕ — çур пурнăç, теççĕ, Пускил усал пулсан — пурнăç саланасси те инçе мар, хĕрĕм.
—Ара, мĕн пулчĕ, анне?
—Каçхине Маруç инкĕшĕ килчĕ те тем те пĕр каласа хăварчĕ. Мĕншĕн çын çине тăрсах çав ĕçе кĕме килĕшрĕн, хĕрĕм, урăх ĕç, тасарах ĕç, çукчĕ-им саншăн? Хут пĕлмен çын мар вĕт эсĕ?
—Хушрĕç мана, анне, итлемесен юрамасть… Ман пирки ан пăшăрхан эсĕ пĕрре те… Маруç инкĕшĕ вăрçни никамшăн та темех мар-ха; пĕлместĕн-им, ăвăс çулçи çилсĕрех вĕлтĕртетет…
Салампи саркаланса çывăракан Валерик умĕнче чылайччен шухăша кайса ларчĕ, вара ачана питĕнчен хуллен чуп турĕ те çутă сÿнтерчĕ…
Тепĕр кунне вăл ирех тăчĕ, кивĕ фуфайкă, сăран атă тăхăнчĕ, хулăн тутăр çыхрĕ те фермăна тухса кайрĕ…
…Пурнăç — театр мар. Этем ĕмĕрĕ мĕнле иртнине хăш-пĕр спектакльре виç-тăватă сехетрех куратăн, унта кашни минутрах кулăшла е хăрушă ĕç пулса иртет, кашни минутрах актерсем савăнаççĕ, хуйхăраççĕ, тавлашаççĕ, юратаççĕ, пĕр-пĕрне вĕлереççĕ, çăлаççĕ, ылханаççĕ… Анчах этем ĕмĕрĕ виç-тăватă сехетре вĕçленмест. Никама ылханмасăр, çăлмасăр, юратмасăр унăн пурнăçĕнче кунсем, эрнесем, уйăхсем е хăш-пĕр чухне çулсем те майĕпен иртсе пыраççĕ, çапах та этем ĕмĕрĕ, çут çанталăк ялан пĕр пек лăпкă тăрайман пекех, улшăнусăр, пăлханусăр лăпкă иртме пултараймасть.
Ир те каç Салампи фермăра ирттерчĕ. Мĕнле паллă ĕç, ĕмĕр асра юлмалли ĕç, пулса иртрĕ-ши унăн пурнăçĕнче çак вăхăтра? Нимех те.
Çанталăк шăнтсан, Валерике ăшă пальто илсе парас тесе, Салампи хăйĕн чуссăнккине, икĕ кивĕ платйине сутрĕ; пĕчĕк çунашкапа йĕлтĕр илме, ытти тĕрлĕрен ача япалисем илме тесе, хăй валли пухнă çăма сутса ячĕ.
Колхоз ăна аванс шучĕпе тырă, сĕт-çу пачĕ пулин те, пĕр тайăлнă пурнăçа ура çине тăратасси — çăмăл ĕç мар.
Фермăра тăрăшса, пăлханса, юлташсемпе тавлашса, хирĕçсе ăмăртса, савăнса ĕçлени ĕмĕрлĕх асра юлас çук: кирек ăçта пулсан та, пур пĕрех çапла тăрăшса, пăлханса, ăмăртса ĕçлес пулать. Пурнăç пĕр пек шăвăнса пырать: кашни кунах фермăра — ĕç, килте те ĕç, кĕнекесем, Валерик.
Çук, пурнăçра асран кайми самантсем пулаççех; вĕсем сценă çинчи пек хăвăрт мар, питĕ вăраххăн çывхараççĕ; çуллахи çанталăк темиçе эрне уяр, шăрăх тăнă хыççăн аякри пĕлĕтсем çапла вăраххăн çывхараççĕ, вĕсем типсе ĕннĕ тырра ăшă çумăрпа шăварасси те, пăр çаптарса хăварасси те малтан паллă мар…
Сывалман Сурансем
Иккĕмĕш пайĕ
Виççĕмĕш пайĕ
Ял-йыш
Сывалман сурансем
Йелтĕр йĕрĕ
Çамрăклăх
Тăваттăмĕш пайĕ
Калас сăмахна калаймăн,
Вĕри куççульне чараймăн.
— Халăх юрри
Сывалман суран яланах кĕтмен çĕртен вĕрĕлсе, сурса ыратма тытăнать.
Салампи фермăран кăнтăрла иртсен таврăнчĕ. Пÿртре никам та çук, амăшĕпе Валерик кÿрше тухса кайнă. Вăл шурă хăнтăрлă хура кĕрĕкне хывса çакрĕ те тĕрĕллĕ кăвак халат тăхăнчĕ, пит çуса апат çиме ларчĕ.
Часах Лена Михайлова васкаса килсе кĕчĕ. Унпа пĕрле пÿрте, пăс пек мăкăрланса, сивĕ кĕрсе тулчĕ. Шăнса хĕрелнĕ хĕрĕн пичĕ сĕм вăрманта пиçнĕ пилеш тĕслĕ курăмать, çырă куçĕсенче хаваслă хĕлхем йăлкăшать. Лена шурă перчеткисене, пĕчĕк ача евĕр, шăлпа çыртса хыврĕ те аллисене сăтăркаласа, вĕрсе ăшăтма тытăнчĕ.
—Валерик ăçта кайнă, Салампи?
—Маруçсем патне кайнă пуль. Маруç инкĕшĕн ачипе, Мишкăпа, питĕ туслă вĕсем, кунĕпех пĕр-пĕрин патне выляма çÿреççĕ.
—Пĕрне-пĕри ăнланаççĕ-и?
—Валерик чăвашла тĕшмĕртекен пулчĕ ĕнтĕ. Аннепе чăвашлах перкелешет, манпа çеç хушăран вырăсла калаçать. Хам килте сахал пулатăп та, аннепе иккĕшĕ кунĕпех чăвашла пуплеççĕ. Малтан чăвашла лайăхах калаçаймастчĕ, кашни сăмаха вырăсларах каласа култаратчĕ, халĕ картине кĕрекен пулчĕ.
—Питĕ курас килет ăна. Эпĕ килмессерен килте çук вăл.
—Часах килеççĕ пуль-ха. Хывăн. Лар. Акă, хайхи кĕнеке. Районтан Казаков илсе килчĕ.
—Мĕншĕн пĕрре кăна?
—Сутса пĕтернĕ, кăна та аран çаклатрăм, терĕ. Çак кунсенче Книготорга тата килмелле, тесе каларĕç, тет. Халлĕхе пĕрипе те çитĕ: зоокружок занятийĕнче пĕрле пухăнса вулăпăр. Кайран вăл кĕнеке тăрăх вулакансен конференцийĕ ирттерĕпĕр. “Малалла” колхозра ирттернĕ, вĕсен избачĕ çав тери çивĕч, теççĕ те…
— Шалтайкин-и? Пĕлетĕп эп ăна: питĕ пултаруллă
избач, районĕпе те ун пекки çук пулĕ, анчах тĕлĕнтермĕш этем. Тем те пĕр ас тăвать, доклад тума çав тери юратать.
—Хывăнса лар эсĕ, мĕн, туй арăмĕ пек, ура çинчех тăратăн?
Лена пальтине хыврĕ те, сĕтел умне ларса, Юрмалиат кĕнекине уçкалама тытăнчĕ.
—Лайăх кĕнеке,— терĕ вăл, кăшт пăхкаласан,— шăпах пире кирлĕ кĕнеке. Кунта пăрусене мĕнле пăхса ÿстересси çинчен те, пăру пăхакансене ĕçленĕшĕн мĕнле тÿлесси çинчен те — йăлтах каланă.
Салампи сĕтел çине пуçтарчĕ, чашăк-тирĕк çуса тасатрĕ, нÿрĕ мунчалапа урай шăлса тухрĕ, вара малти пÿлĕме кĕрсе, тимĕр кăмака хутса ячĕ.
Лена, çăматтине хывса, малти пÿлĕме çăм чăлха вĕççĕн кĕчĕ, кĕнеке хурса тултарнă пĕчĕк сĕтел умне кушакла çемçен утса пырса ларчĕ, кунта пĕрремĕш хут килнĕ евĕр, йĕри-тавра пăхса илчĕ.
Кăмака хыçĕнче Салампин вырăнĕ курăнать: тÿшек минтерĕ кăпăк пек шуралса, çĕкленсе тăрать; унтах, стена çумĕнче, пысăк арча (“Хĕр арчи ĕнтĕ”,— тесе шухăшларĕ Лена), ик-виçĕ чăматан, мал енче — кĕнеке хурса тултарнă пĕчек шкап: кашни япалинех чĕнтĕрлĕ чăлт шурă çи виттипе витнĕ; чÿрече каррисем те чĕнтĕрлĕ, тап-таса, пысăк фикус çулçисем, йĕпе тутăрпа шăлнăран пулас, çумăр хыççăнхи хупах çулçисем пек йăлтăртатса лараççĕ.
Малти стена çумне сăн рамкисем çакса тултарнă. Лена, яланхи йăлипе, сăн ÿкерчĕксем пăхма тытăнчĕ. Кирек кам патне пырса кĕрсен те, сăн ÿкерчĕкĕсем пăхмасăр чăтаймасть вăл: халиччен курман-илтмен çынсен пурнăçне, ĕçне, шухăш-кăмăлне вĕсен сăнĕсем тăрăх пĕлме тăрăшать.
Акă ял хуçалăх институчĕн студенчĕсем пĕрле ÿкернĕ сăн. Çĕр тĕрлĕ сăнар, çĕр тĕрлĕ пурнăç, çĕр тĕрлĕ кăмăл… Акă Салампи тусĕсем — каллех кашнин хăйне май кăмăлĕ, шăпи… Лена вĕсене Салампи каласа панипех аван пĕлег ĕнтĕ. Акă ялан хаваслă Казаков кăмăллăн кулса ларать… Пысăк Нина, пуçне салтакла тÿрĕ тытса, хăюллăн пăхать… Пĕчĕк Нина именчĕклĕн кулать… Саланов тем шухăша кайнă… Алмазов такама тарăхнăн туйăнать, ун куç харшийĕсем хушшипе тарăн йĕр выртнă… Акă садри фонтан умĕнче, алла-аллăн тытăнса, тăваттăн тăраççĕ. Салампипе Алмазов, Музăпа Вирьялов. Музăпа Вирьялов пĕр-пĕрин çине пăхса кулаççĕ.
— Мĕнле пăхса йăлăхмастăн, кашни килмессерен пăхатăн-çке! — терĕ кулса Салампи.— Е хăш каччине те пулин юратса пăрахрăн-им?
Лена, ним чĕнмесĕр, сĕтел хушшине ларчĕ; унăн питне кăшт çеç палăрмалла хĕрлĕ тĕс тухрĕ, тусĕ ăна пур пĕрех асăрхарĕ. Лена Алмазов сăнĕ çине пăхма юратнине Салампи тахçанах сисрĕ, Алмазов ăна та килĕшнĕшĕн хăй ăшĕнче вăрттăн хĕпĕртерĕ.
Тимĕр кăмака кĕрлесе çунать, унăн аяккисем хĕрсе, хĕрелсе кайрĕç; кăвак кушак урай варрине шăппăн тухса выртрĕ те, ăшăпа киленсе, хÿрине юлхавлăн вылятма пуçларĕ. Пÿртре шăпах. Лена çамрăк пăрусене хĕлле мĕнле пăхса ÿстересси çинчен саспа вулать, Салампи ăна хирĕç чавсаланса ларнă та ним шарламасăр итлет.
Сасартăк çенĕкре алăк шалтлатнă сасă илтĕнчĕ, унтан тем кĕмсĕртетрĕ,— сак çинчен пушă витре ÿкрĕ пулас. Кĕçех пÿрте Маруç вăркăнса кĕчĕ. Вăл, юрлă çăматтине шăлса тасатма ас тумасăр, тÿрех малалла иртрĕ, тута урлă çыхнă хулăн тутăрне салтнă май вĕтĕлтетме пуçларĕ.
—Ой, Салампи! Сирĕн пата хăна килет! Хам куçпа хам куртăм, хĕвелшĕи те!
—Мĕнле хăна? Ăçта куртăн?
—Ак, ара, Таруçсем патне каçаттăмччĕ те — карта урлă куртăм. Вăра Таруçсем патне кĕмесĕрех кунта чупса килтĕм, систерес, терĕм, ара, кĕтмен хăна пуль, терĕм.
—Мĕнле карта урлă куртăн? Мĕнле хăна?—тĕлĕнсе ыйтрĕ Салампи.
—Ак, ара, суяп-им? Маншăн пулсан мĕн? Ик айкки те тăвайкки. Эп хăвна систерес тесе анчах… Турикас енчен йĕлтĕрпе каçрĕ те сирĕн анкартине тÿрех кĕрсе кайрĕ. Ененместĕн пулсан, ху тухса пăх, ара!
—Тен, “Малалла” колхозран Саланов килчĕ пулĕ, çавă йĕлтĕрпе çÿрекенччĕ,— терĕ Лена, çăматтине хăвăрт тăхăнса.
—Çук, вăл анчахрах лекци вулама килсе кайрĕ, халĕ килме ĕçĕ те çук унăн, ĕçсĕр çÿрес çын мар вăл, ху пĕлетĕн.
—Ара, Саланова лайăх пĕлетĕп, ĕнтĕ, ку пĕрре те ун пек мар, ют çын. Питĕ васкаса килчĕ, пушар тухнă пек,— терĕ Маруç вĕтĕлтетсе.— Эпĕ каям-ха, пĕлтерме анчах кĕрсеттĕмччĕ…
Салампи, чăлха вĕççĕн лараканскер, тимĕр кăмака умĕнче типсе выртакан çăматтине пырса илчĕ, тăхăнас тесе, хăрах çăматтине тытрĕ кăна…
—Салам! Пÿртре хуçисем пур-и?—илтĕнчĕ çенĕкрен арçын сасси.
—Пур, пур… пурте пур! — янăраса кайрĕ Маруçăн чăрăлти сасси.
Салампи çăматтине алла тытнипех урай варринче хытса тăчĕ.
—Кĕме юрать-и?—илтĕнчĕ тулти пÿлĕмрен.
—Юрать,— терĕ Салампи улшăннă сасăпа; хăй, çăматтине алăран пăрахма ас тумасăр, тулти пÿлĕмелле утрĕ, алăка яри уçса ячĕ, анчах унăн урисем, нумай хушă чирлесе выртнă çыннăнни евĕр, пĕр-икĕ утăмранах вăйсăрланчĕç, вăл вара алăк урати урлă каçмасăр чарăнса тăчĕ.
—Кунталла иртĕр…— терĕ тытăнчăк сасăпа. Унăн сасси чĕтренине Лена та сисрĕ, анчах тусĕ мĕншĕн çав тери пăлханнине ăнланмарĕ вăл, тĕлĕнсе кăна ларчĕ.
Уçă алăк умне Алмазов пырса тăчĕ.
Ун куç харшийĕсем, куç хăрпăкĕсем шăнса пăрланнă — кĕмĕл ука пек курăнаççĕ; каракуль çĕлĕк умне те, пальто çухавине те пас тытнă.
—Салам сире!—Алмазов, çĕлĕкне илсе, кăшт çеç йăлкăшса куланçи турĕ, Лена еннелле çăмăллăн пуç тайрĕ, çапах та ăна асăрхаман пек пулчĕ: куçĕсем Салампи çинчен каймарĕç.
—Килĕрех,— терĕ Салампи, кĕтмен хăна умне пырса, анчах, питĕ хытă пăлханнипе, ăна алă пама та, аллинчи çăматтине пăрахма та ас тумарĕ.— Хывăнăр, малалла иртсе ларăр,— урăх ним сăмах тупаймасăр, васкаса каларĕ вăл.
Пĕр самантрах Алмазов пуçне темиçе шухăш килсе кĕчĕ. Çакăнта мĕн каламаллине, мĕн тумаллине çул çинчех шутласа хунăччĕ вăл, анчах халĕ ним те аса илеймерĕ. Хăйне Салампи алă пама та, ăшă сăмах калама та тытăнса тăнине курсан, вăл сасартăках пăлханса кайрĕ. “Кураймасть вăл мана, йĕрĕнет манран. Эпĕ ун чĕрине хытă ыраттартăм пулас. Музăпа çÿренĕшĕн Анна Ивановна мана тĕрĕс ятларĕ”,— шухăшларĕ вăл.
—Эпĕ васкатăп, хывăнса тăрас мар,— терĕ, мĕн каланине те шута илмесĕр; яланах хăюллăскер, ниçта, никам умĕнче аптраса ÿкменскер, вăл хăй çак самантра айван пулнăшăн та, ăнăçсăр кун çакăнта килсе кĕнĕшĕн те, калаçма пĕлменшĕн те тарăхрĕ. Хывăнмасăр тăма килменччĕçке кунта! “Салампи халĕ те сан сăнна усрать”,— сăмах майăн пĕлтерчĕ ăна Çемен. Алмазов вара, кĕрекерен тухса, йĕлтĕр çине тăчĕ те çак сивĕре уй урлă каçрĕ. Вĕçнĕ евĕр килчĕ вăл кунта, акă халĕ савни çуртĕнче алăк урати урлă каçма хăяймасăр тăрать.
—Иртĕр, малалла иртĕр,— терĕ Салампи, хăйĕн пичĕ кăварла ялкăшма, пĕçерме тытăннине сиссе; хул пуççийĕсене тем йывăрăш чул пуснă пек, çăматă тытнă алли лăштăрах усăнчĕ.
Алмазов, çĕлĕкне алăрах тытса, малти пÿлĕмелле иртрĕ.
—Паллашăр, ку манăн хĕр-тусăм Лена.
—Анатолий,— терĕ каччă, Ленăна алă парса.
Салампи хăй ăна алă паманнине ас турĕ те пушшех
вăтанса хĕрелсе кайрĕ.
—Каçарăр, эпĕ халех,— терĕ те вăл çăматтисене йăтса тухрĕ. Хăй хыççăн алăка хупсанах çăматтисене кăкăр çумпе пăчăртаса тытрĕ, сиксе тухасла тапакан чĕрине лăплаптарасшăн пулчĕ.
“Акă мĕнле, ăçта тепре тĕл пулмалла килсе тухрĕ! Нихçан та урăх тĕл пулас çук, ун çинчен тек шухăшлас мар тенĕ чух! Мĕншĕн килчĕ-ши вăл, мĕншĕн сÿне пуçланă вута тепĕр хут чĕртме шут тытрĕ?” — асапланса шухăшларĕ хĕр.
—Ларăрсам, тархасшăн,—сĕнчĕ Лена, Алмазова хыçлă пукан лартса парса.
Анатолий, ăна тав туса, ларчĕ те тÿрех стена çумĕнчи хăйĕн портретне курчĕ. “Çурса тăкман иккен, тĕрĕс каларĕ Саланов”,— шухăшларĕ савăнса, анчах ун савăнăçĕ нумая пымарĕ: хăй сăнĕпе юнашарах Музăпа Вирьялов сăнĕ те пулнине асăрхасан, вăл каллех салхуланчĕ.— “Юратса мар, ячĕшĕн çеç, иртнĕ кунсене асăнмалăх çеç усрать пулас ку сăн ÿкерчĕксене”,— вĕçсе илчĕ кÿренчĕк шухăш.
Салампи çăматă тăхăнса кĕчĕ те кĕнеке шкапĕ çумне таянса тăчĕ, аллисене хыçалалла тытрĕ.
—Эсир пирĕн районта нумайранпа-и?—ыйтрĕ вăл, ним калама аптраса, унтан сылтăм куç харшине вăта пÿрнипе хуллен сăтăрса илчĕ.
—Эрнелĕхе килсеттĕм, ку енчи халăх юррисене çырса илме, — терĕ Алмазов, Салампи шухăша кайса куç харшине сăтăрнинчен тĕлĕнсе. — Салановсем патĕнче пурăнтăм. Кайиччен сирĕн патăра килсе курас терĕм.
Салампи чĕнмерĕ. “Пĕтнĕ, пĕтнĕ пирĕн юрату,— шухăшларĕ вăл,— анчах сÿнсе ларман-ха. Кĕл ăшĕнчи кăвар çакнашкал тĕлкĕшет: çиелтен пăхатăн та, сÿннĕ пекех, нимĕн те çук темелле, анчах кĕлне хускататăн та — шĕл-кăвар çаплипех ялкăшса выртать; нумайччен çапла ялкăшать вăл, юлашкинчен, пур пĕрех сÿнет. Вутă хурса тăмасан, кăвайт сÿнсĕ ларнă пекех, темле хĕрÿллĕ юрату та, ăна нимпе чĕртсех, хавхалантарсах тăмасан, сÿнет иккен”.
—Семенов Валерий амăшĕпе курса калаçас терĕм, çавăнпа килтĕм, — терĕ Алмазов, çак сăлтавпа тÿрре тухма тăрăшса, анчах ку хыпар Салампие савăнтармарĕ, кÿрентерчĕ кăна. “Валерий амăшĕ урăх ялта пурăннă пулсан, ман пата килсе курас та çукчĕ эппин эсĕ? Тен, вирьял юррисем килĕшмен пулсан, Валерий амăшĕ патне те килмен пулăттăн-и?”
Вилнĕ савни ятне асăнни хĕрсене шартах сиктерчĕ, куçа курăнман Валерий виççĕшĕн хушшине килсе тăнăн туйăнчĕ. Хĕрсем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç.
—Хăш урамра, тетĕр-и?—терĕ Лена,— пирĕн килпе юнашар.
Хăйне Салампи мар, Лена ăсатасран хăранă пек, Алмазов васкаса ыйтрĕ:
—Эсир унта пыраймăр-ши, Салампи?
—Лармаллаччĕ кăштах… Ытла васкатăр пулсан, кайса килĕпĕр,— терĕ те Салампи тумланма каллех тулти пÿлĕме тухрĕ.
“Пĕтрĕ йăлтах! — шухăшларĕ Алмазов, ун хыçĕнчен хурлăхлăн пăхса.— Эпĕ ăна текех нимпе те малтанхи пек килĕшес çук. Эпĕ ун умĕнче питĕ айăплă. Çав каçхине эпĕ мĕншĕн Музăпа кинора пулнине те вăл пĕлме кирлĕ, уншăн каçарма пултарĕччĕ-и, тен; анчах эпир Музăпа ун хыççăн та тĕл пулкаларăмăр. Тĕрĕссипе, Муза хăй манпа тĕл пулма тăрăшрĕ. Пĕчĕк Нина ăна кун çинчен çырса пĕлтернех. Эпĕ Салампи патне çийĕнчех çыру ямарăм, хам йăнăша сиресшĕн пулмарăм. Халь ĕнтĕ кунта питĕ кая юлса килтĕм. Пĕлмерĕм иккен Салампи кăмăлне, ăна тĕплĕн ăнланма пултараймарăм…”
—Эсир Валерипе пĕрле фронтра пулнă-и?—ыйтрĕ Лена. Хăй тутăрне те, платйине те темиçе хут тÿрлетсе илчĕ, тĕплеттернĕ çăматтине сак айнерех пытарчĕ.
—Пĕрле.
—Лайăх салтакчĕ-и Валерий?
—Паттăр салтакчĕ. Тĕлĕнмелле ырă çынччĕ. Çывăх тусăмччĕ манăн.
—Эпĕ сирĕн çинчен нумай илтнĕ.
—Камран?
—Вăрçă вăхăтĕнче Валерий çырса пĕлтеретчĕ, питĕ пултаруллă çын тетчĕ вăл сире; кайран Салампи каласа кăтартатчĕ.
—Мĕнле çын тетчĕ Салампи мана?
Лена каличчен пÿлĕме Салампи кĕрсе тăчĕ — пальтопа, вăрăм çÿçеллĕ кăвак тутăрпа.
“Çĕнĕ çул каçхине, елкă тавра ташланă чух, вăл шăпах çапла тумланнăччĕ, — чунне ыраттарса аса илчĕ Алмазов. — Ун чухне вăл питĕ хаваслăччĕ, чиперччĕ. Çук, халĕ те ытармалла мар, анчах унтанпа нумай улшăнусем пулчĕç çав… Ун чухне вăл мана юрататчĕ… Тен, эпĕ ун чухне те йăнăшнă? Тен, нихçан та юратман вăл мана? Эпĕ йăнăшпа çеç хама хам йăпатнă пулĕ?..”
Алмазовăн пăрланнă куç харшийĕсем ирĕлчĕç те, пит çăмартисем çинелле шăрçа пек икĕ тумлам йăрлатса анчĕ. Каччă пит-куçне тутăрпа шăлса илчĕ.
—Лена,— терĕ Салампи,— тимĕр кăмака çунса тухиччен тăхта-ха эппин эсĕ, тен, анне те халех таврăнать пулĕ, эпĕ ăна киле килме каласа ярăп. Кайран фермăна пĕрле кайăпăр…
Алмазов малтан тухрĕ. Урамра юнăшар утса пычĕç, пĕр хушă иккĕшĕ те чĕнмерĕç, кашни харпăр хăй майлă шухăшларĕ. Калаçмасăр пыма лайăх маррине туйса, Анатолий сăмах хускатрĕ.
—Мĕнле пурăнатăр?
—Майĕпен.
—Тунсăх мар-и?
—Тунсăхлама вăхăт çук, пĕрмай ĕçре. Ĕçрен таврăнсан — вĕренетĕп, Валерикпе калаçса чуна уçатăп.
—Институтра пĕрле пулнисемпе çыхăну тытатăр-и?
—Пĕчĕк Нина çыркалать, ыттисемпе час-часах тĕл пулатăп: Саланов, пĕлетĕр, кÿршĕ колхозра, Казаков — пирĕн участокри зоотехник, Пысăк Нина кÿршĕ районта. Района кайсан тĕл пулкалатпăр, хăйсем те килкелеççĕ çул майăн… Валерике питĕ юратаççĕ…
“Мĕншĕн вăл пĕрмай Валерике асăнать-ха? Е мана хăйĕн ача пуррине яланах ас тутарасшăн-и?” — кăмăлсăррăн шухăшларĕ Анатолий. Çак самантра вăл тăлăх ачана та кÿренчĕ: хăйĕн телейне, юратăвне, шăпине пĕчĕк Валерик çапла улăштарса ячĕ пулĕ, тесе шутларĕ. Çапла ĕнтĕ вăл кÿлешекен этемĕн чунĕ!
Салампи те пăшăрханчĕ. “Мĕншĕн вăл пĕрре те Валерик çинчен ыйтмасть-ха? Е ăна ман ача пурри ним чухлĕ те килĕшмест-и? Е вăл та мана Вирьялов пек çеç юратать-и? Анчах вăл пĕрре те Вирьялов пек çăмăлттай этем мар-çке?”
—Ман çырăва илтĕр-и? — пăлханса ыйтрĕ Алмазов.
—Илтĕм,— терĕ Салампи, ахаль япала çинчен çеç калаçнă пек лăпкăн калаçма тăрăшса.
Алмазов, пĕтĕм чунтан пăлханса, вăл “илмен” тесе каласса кĕтнĕччĕ. Акă юлашки шанчăк та пĕтрĕ. Салампи вырăнĕнче пулсан, вăл, мăн кăмăллăскер, хăй те çапла тунă пулĕччĕ, анчах халĕ хăйне айăпласшăн пулмарĕ, Салампи мĕн чухлĕ асап тÿснине пĕлесшĕн тăрăшмарĕ. “Мĕншĕн çырмарăр?” тесе ыйтас, лайăх мар, ытла куçран ÿкес пулать, мĕншĕн çырманни ахалех паллă.
—Института таврăнас теместĕр-и?—ыйтрĕ вăл, чылайччен чĕнмесĕр асапланса пынă хыççăн.
—Çитес кĕркунне таврăнасах тетĕп. Унччен колхозра ĕçлес, тырă тăвас кăшт. Эпир, хăвăрах куратăр, ытлашши пуян пурăнмастпăр: кил-çуртне те хамăнах тытса тăмалла, çи-пуçне те хатĕрлемелле, анне ĕçлеймест, час-часах чирлет.
“Мĕншĕн вăл çак самантра та хуçалăх пирки калаçатьха, юри мана кÿрентересшĕн-им?—пăшăрханса шухăшларĕ Алмазов.— Мĕн тери ырă кăмăллă хĕрччĕ, халĕ ак мĕнле хытнă иккен ун чунĕ…”
Салампи ун çине куç хÿрипе пăхса илчĕ, Алмазовăн куç харшийĕсем каллех пăрланнă, çĕлĕк хăлхи те, пальто çухави те пасарнă. “Сивĕ иккен,— шухăшларĕ хĕр,— анчах мĕншĕн эпĕ ним те сисместĕп?”
Ватă йăмрасем сивĕпе шартлани, таçта çуна сасси кăчăртатни илтĕнет; каç еннелле сулăннă хĕвел икĕ хăлхаллă; йывăçсем çинче юр пĕрчисем ĕлкă çинчи пĕчĕкçеç лампочкăсем евĕр йăлтăртатаççĕ; пăр сăмсаран вичкĕн çил вĕрет. Анчах Салампи ним те сисмест: кĕл айĕнче хуллен тĕлкĕшекен кăвара хускатнă ĕнтĕ, акă халь çав кăвар, çунса пĕтес умĕн пулĕ, юлашки хĕмпе ялкăшать…
Семенов амăшĕ, вĕсем пырса кĕрсен, ним те тавçăрса илеймерĕ, Салампи çине ÿпкевлĕн пăхрĕ: “Валерий сывă таврăннă пулсан, эсĕ çак пÿрте ют каччăпа килсе кĕрес çукчĕ”,— терĕç ун куçĕсем.
Çавна лайăхах туйса илсен, Салампи чунĕ пăшăрханчĕ. “Акă тепĕр çын суранне ыраттарса хăваратпăр”,— шухăшларĕ вăл кăмăлсăрланса.
—Эсир тем сăмахпаччĕ ĕнтĕ? Коля патне пулсан — вăл килте мар, шкултан таврăнман-ха. Паян çанталăкĕ те сивĕ те, çавăнпа таврăнаймасть-и, тен. Сивĕ чухне Турикасрах çĕр выртать вăл,— терĕ карчăк сивĕреххĕн.
—Эпир сан пата килтĕмĕр, Валерий амăшĕ,— йăвашшăн пĕлтерчĕ Салампи, малалла иртсе.— Акă, паллаш, Валерин фронтри тусĕ ку, çыру çырса яраканĕ…
Карчăк патĕнчен вĕсем каçа хирĕç тин тухрĕç. Валерий амăшĕ вĕсене ăсатма крыльцана тухрĕ, унта каллех уйрăлми калаçса тăчĕ, ывăлĕ çинчен тем те, тем те ыйтрĕ. Куççульне шăла-шăла йĕпеннĕ тутăрĕ пăрлана пуçларĕ.
—Коля килте пулмарĕ, питĕ курасшăнччĕ вăл сана, ывăлăм… Ки… кил… татах,— терĕ карчăк, макăрнипе калас сăмаха калаймасăр.— Йĕрсе те ним тăваяс çук ĕнтĕ. Хура хурлăха хура куççульпе çуса яраймăн…
Коля Семенов тепĕр кунне тин шкултан таврăнчĕ.
—Паян вĕрентмеççĕ, анне, сивĕ хĕрĕх градуса çитет, теççĕ, çавăнпа кăнтăрлаччен таврăнтăм,— хаваслăн пĕлтерчĕ вăл.
Амăшĕ хирĕç чĕнмерĕ, кăштăртаткаласа, вĕри яшка лартса пачĕ.
—Алмазов килсе кайрĕ-и, анне? — пăшăрханса ыйтрĕ ывăлĕ.
Çамрăк композитор Алмазов районти ялсем тăрăх вирьял юррисене çырса çÿрет, тенине Коля шкулти юлташĕсенчен илтнĕччĕ. Çавăнтанпа вăл темиçе кун ĕнтĕ лара-тăра пĕлмерĕ. Алмазов Салановсем патĕнче, терĕç ăна, анчах Коля унта кĕме именчĕ, ялсем тăрăх çÿрекен юрăçă, Валерин тусĕ, хăйсем патнех пырасса кĕтсе пурăнчĕ, çавăнпа шкултан таврăнмассерен вăл амăшĕнчен Алмазов çинчен ыйтрĕ.
—Ĕнерех килсе кайрĕ, Салампи ертсе килчĕ,— терĕ амăшĕ, кĕçĕн ывăлĕ çине ĕшенчĕклĕн пăхса.— Нумай ларчĕ. Валери çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каларĕ… Тăнне çĕтермесĕр, лайăх калаçсах вилчĕ, тет, мăнтарăн… Ăна пульккă шăп кăкăртан тивнĕ-мĕн. Тухтăрсем патне те илсе çитереймерĕм, хам ытамрах вилсе кайрĕ, тет.
Коля ăснă яшкине те сыпаймарĕ, çăварĕнчи çыртăкне те çăтаймарĕ — сĕтел хушшинчен сиксе тухрĕ.
—Халь ăçта,вăл, анне? Саламписем патĕнче-и?
—Турикасра, Саланăхсем патĕнче, çĕр выртатăп, терĕ… Турикасра пуль.
Коля пиччĕшĕн вăрăм çанăллă пиншакне хăпăл-хапăл тăхăнчĕ, мăйне тутăр çыхрĕ.
—Халех Турикаса çитсе килетĕп, анне!
—Ăçта каясси пур, ывăлăм, çак сивĕре? Çи-пуçу питĕ мар, тăла пиншакпа шăнса пăсăлăн,— пăшăрханса ÿкрĕ амăшĕ.— Вăл халех каяс пек каламарĕ, ку енче тепĕр виçĕ кун пурăнас пек калаçрĕ.
Коля йĕлтĕр çине тăчĕ те шартлама сивĕре уй урлă каçрĕ. Анчах ăна телей кĕтмерĕ. Алмазов ирех хулана тухса кайнă-мĕн. Коля вара каялла чирлĕ çын пек ĕшенсе таврăнчĕ, унăн чĕкеç шатриллĕ пичĕ çинче куççуль йĕрĕсем пăрланчĕç.
“Мĕншĕн хăвăрт тухса кайнă-ха вăл?” — аптраса шухăшларĕ Коля, Салампипе Алмазов хушшинче мĕн пулса иртнине чухлаймасăр.
…Салампипе Алмазов Валерий амăшĕ патĕнчен урама йывăр кăмăлпа тухрĕç, чылайччен калаçмасăр пычĕç.
Салампи умне икĕ паттăр салтак сăнарĕ тухса тăчĕ.
Алмазов хăй çинчен питĕ сахал, сăмах майĕн çеç, Валерий пурнăçĕпе çыхăнтарса каларĕ; анчах Валерин кулленхй савăнăçĕ-хурлăхĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, хăюлăхĕ-чăтăмлăхĕ, чаплă вилĕмĕ çинчен илтнĕçемĕн Алмазов та паттăр пулнине Салампи чунпа туйса илчĕ.
Алмазов хăй çинчен сахал калани хĕр кăмăлне уçрĕ. Çак самантра Алмазов хăй çинчен кăшт ытларах каланă пулсан та хĕр туйăмне кÿрентернĕ пулĕччĕ. Анчах Алмазов, Валерий пекех, хăй çинчен ытлашши шавлама юратмасть. Çак сăпайлăхшăн, тÿрĕ кăмăллă та хăюллă пулнăшăн, юратмарĕ-ши ăна Салампи? Тата мĕншĕн-ха? Талантшăн-и? Паллах, кам ан хисеплетĕр-ха пултаруллă çынна? Анчах халĕ Салампишĕн талантлă çамрăк композитор мар, çав сăпайлă та паттăр салтак, Валерин çывăх тусĕ, темрен хаклăрах туйăнчĕ. Алмазов-салтак, унтан Алмазовстудент Салампи ĕмĕчĕ пулнă пулсан, Алмазов-композитор хĕр чунне ыраттарчĕ кăна, унăн таса туйăмĕсене пылчăк ăшне пăрахса таптарĕ, чĕрине амантса хăварчĕ… Çакăн пек ăнланчĕ ăна Салампи. Вăл çапла шухăшларĕ те, унăн кăмăлĕ каллех хуçăлчĕ.
Алмазова питĕ лайăх пĕлет вăл: Анатолий ăслă, вĕри чĕреллĕ, хастар чунлă каччă; унăн,пултарулăхĕ пирки, пысăк пуласлăхĕ пирки никам та иккĕленмест (Салампи, тен, унăн пулас шăпине никамран лайăх пĕлсе тăнă пуль!); вăл пĕрре тума шутланă ĕçе тăватех, ăна йывăрлăхсем хăратса тăрас çук. Анчах мĕншĕн юратура çирĕп пулмарĕ-ха вăл? Мĕншĕн-якăлти Музăна хăй çывăхне ячĕ? Тен, вĕсен хушшинче нимĕн те пулман пуль, çапах юратăва Салампи пек туякан, ăнланакан хĕршен çав пĕчĕк айăп та йывăр пек туйăнать.
“Эсĕ мана халь те юрататăн, манаймастăн мана, сисетĕп,— тепĕр майлă шухăшларĕ Салампи,— эсĕ маншăн тем тума та хатĕр, пĕчĕк Валерике те пăхса усрама хатĕр. Валерике мапран халь тин уйăрма çук ĕнтĕ. Эпĕ ăна пăрахмастăп. Анчах вăл сана та çакнашкалах кирлĕ-ши? Вăл пулман пулсан, сана тата лайăхрах пулмĕччĕ-ши? Валерике усрава илнĕшĕн эсĕ мана Вирьялов пек ÿпкелес çук, пĕлетĕп, анчах эсĕ уншăн савăнмастăн та пулас. Манăн сана савăнтарас, ырă тăвас, пулăшас килетчĕ. Хам юратнă çынпа курентерме нихçан та шут тытас çук эпĕ… Эх, Толя, пĕлместĕн эсĕ ман кăмăла!.. Çавăнпах уйрăлмастпăр-ши иксĕмĕр? Анчах эпĕ çакна сана сăмахпа калама хăяймастăп. Эсĕ хăвах ăнланма тивĕç!”
“Акă йăлтах пĕтрĕ,— шухăшларĕ çак хушăра Алмазов,— иксĕмĕр пĕр-пĕрне ăнланма, юратма, хавхалантарма ĕмĕтленни те, юрату ĕмĕрлĕхе пырасса шанни те — йăлтах çурхи шыв пек юхса кайрĕ. “Ĕмĕрлĕх юрату” тени вăл, тен, вун çичĕ çулхи хĕр тĕлĕкĕнче çеç курăнать пуль”.
Çак самантра, салтак амăшĕ патĕнчен тухсан, Алмазов хăйпе Салампи хушшинче Валерий Семенов тăнине туйрĕ. “Валерий сывă таврăннă пулсан, Салампи маншăн ахаль юлташ çеç пулнă пулĕччĕ. Анчах халĕ мĕнле? Эпĕ ăна юрататăп, кăна никамран та пытарма çук. Анчах тивĕçлĕ-ши эпĕ унăн таса юратăвне? Мĕнле хăватлă юрататчĕ ăна Валерий! Вилес умĕн те ăна асăнатчĕ… Лайăх-и эпĕ хам çывăх тусăн хĕрне юратни? Ана Вирьялов пеккисем хапсăнса тус туни лайăхрах-им тата? Кама савасси — Салампин хăйĕн ирĕкĕ. Анчах эпĕ ăна ытарайми юрататăп. Ун пек хĕрпе тус пуласса ачаран ĕмĕтленсе ÿсрĕм. Пурнăçăмра ун пеккине тĕл пулманран ĕмĕтĕм ĕмĕтĕмпех юлса пычĕ. Кайран, Валерий хăйĕн савнийĕ çинчен каланине илтсен, Салампи çырăвне вуласан, çав тĕтреллĕ ĕмĕт ман умра Салампи сăнарĕ пек курăна пуçларĕ. Салампие хăйне куçăн курсан, хам пуласлăхăма, телейĕме тĕкĕр çинче курнăн туйăнса кайрĕ. Вăл шăпах эпĕ ачаран тунсăхласа пурăннă хĕр иккенне пĕтĕм чун-чĕрепе ăнлантăм. Тăван искусствăшăн чунăма парас тĕллевĕме, пĕтĕм пурнăçăма халĕ Салампи сăнарĕ çутатса тăрать, унсăр ман телейĕм тулли пулаймĕ. Анчах калама юрать-и ăна çак йывăр самантра хам юрату çинчен? Паттăрла вилнĕ Валерие кăшт та хисеплеменни пулмасть-ши ку? Çук, халь мар, кайран, урăх чух. Салампи кăмăлĕ пăтраннă халĕ, вăл мана паян ăнланаяс çук, итлесшĕн те пулмĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн, тен, вăл каллех ман майлă çаврăнĕ? Айăплă эпĕ, вăл мана Музăшăн каçарас çук”.
Пĕр самантлăха Алмазова илĕртÿллĕ Муза сăнарĕ курăнчĕ, вара каллех ун умне асран кайман тусĕ Валерий тухса тăчĕ: вăл салхуллă сăнлă, унăн хура куçĕсенче ÿпкевлĕ шухăш ялкăшать…
“Çук, паян мар”,— çирĕп шут тытрĕ Алмазов…
—Атьăр, пÿрте, Валерике куратăр, халиччен вăл киле таврăнчĕ пуль ĕнтĕ,— терĕ Салампи, Алмазов анкарти еннелле утнине асăрхасан.
“Мĕншĕн сана йăлăхтарса куçран ÿксе ларас-ха? Калас сăмахăма паян пур пĕрех калаяссăм çук. Питĕ йывăр иккен ăна калама, каçару ыйтма! Эсĕ манран йĕрĕнĕн кăна, ăнланас темĕн. Чăн, мăн кăмăллă эпĕ, пуçа пĕкме юратмастăп. Усал эпĕ, сан пек кăмăллă çынна юрăхлă та мар. Анчах юрататăп сана. Ку туйăм çăмăлттай Музăна иленнинчен çĕр хут хăватлăрах. Хам айăпа туйнăран эпĕ каçару ыйтма та хăяймастăп. Çапах каçар мана”,— шухăшларĕ Алмазов. Хăй пачах урăх сăмах каларĕ:
—Кĕрсе тăрас мар пуль, Салампи, тĕттĕмлениччен Салановсем патне çитсе ÿкес. Çанталăк та пăсăлать ав.
Хĕр ăна урăхла ăнланчĕ те калама çук кÿренчĕ. “Çук, курасшăн мар эс Валерике, юратмастăн эс ăна, çавăнпа эпир пĕрлешес çук: пирĕн хушăра пĕчĕк Валерик тăрать”.
—Кăштах кĕрсе лармаллаччĕ. Сăра та пурччĕ… Ытла васкатăр пулсан эппин… кăшт ăеатам…
Салампи унпа пĕрле пахчана тухрĕ.
Хĕллехи сад шăпах, пас тытнă улмуççисемпе чие йывăççисем, турачĕсене йывăррăн усса, хускалмасăр лараççĕ; акаци тĕмĕ, юр пуснăран, юмахри темле йывăç пек сарăлса ларать, тен, леш “араукари” тенĕ йывăçĕ çапла мар-ши? Юр çинче нимле йĕр те курăнмасть. Сад урлă, çамрăк салтак пичĕ çинчи суран евĕр, йĕлтĕр йĕрĕ çеç тăсăлса выртать. Хутран-ситрен çил шăхăрса иртет — йывăç турачĕсем хуллен сулланса илеççĕ, пас лăстăртатса тăкăнать. Каçа хирĕç асар-писер çил-тăман çавăрттарса тухать пулмалла…
Алмазов сарай çумне сĕвентернĕ йĕлтĕрсене илчĕ те аллинчех тытса тăчĕ.
Салампи ним калама пĕлмерĕ, тахçанхи туйăмсем ăна тепĕр хут çавăрса илчĕç, çак самантра унăн ĕмĕрлĕхех уйрăлма хатĕрленекен савнине вăйпа тытса чарас килсе кайрĕ, вăл хăйне хăй аран-аран лăплантарчĕ. “Мĕнле пултаратăн эсĕ мана пăрахса кайма!” тесе кăшкăрас килчĕ унăн.
—Мĕнле пултаратăн… мĕнле пултартăр пирĕн анкартине шыраса тупма? — терĕ вăл тытăнчăклăн, калас сăмаха каламасăр.
—Мана Семен кăтартса ячĕ: анкарти хыçĕнче пĕр
лапсăркка улмуççи пур, урăх вăл çывăхра анкарти хыçĕнче улмуççи çук, терĕ.
—Ман юратнă улмуççи вăл…
Юратнă сăмаха Салампи темле, ыттисенчен уйарса, ачашшăнрах, ăшшăнрах каланăн туйăнче, çав сăмаха вăл пĕччен ларакан улмуççи пирки мар, тем урăххи пирки, хăйĕн пĕртен пĕр хаклă япали пирки каланăн туйăнчĕ. Алмазова çак сăмах ытармалла мар илемлĕ, тĕлĕкри пек асамлă илтĕнчĕ. Пур юрăра та йăлăхтармалла янăракан çак сăмах, кирлĕ-кирлĕ мар çĕртенех асăннипе шупкаланса, тĕссĕрленсе, сÿрĕлсе кайнăскер, халĕ, кирлĕ самантра, Салампи сассипе каланăран, Салампи куçĕпе пăхса каланăран, Салампи чунĕпе туйса каланăран — вăл хăйĕн тĕп шухăшне, пĕлтерĕшне, хăватне кăтартрĕ. Алмазов чĕри вара ыратса пăчăртанчĕ; Салампи ку сăмаха уншăн мар, такамшăн, хăй ĕмĕтĕнчи юратнă çыншăн каларĕ, ĕмĕтĕнче те пулин савнийĕ пулма кирлех унăн! Анчах çав хаклă çын хăй маррине Алмазов паçăрах, Салампи “эсир” тесе чĕнсенех, ăнланчĕ… Чăн, каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн…
—Каçарăр килсе чăрмантарнăшăн… Салампи,— терĕ Алмазов, хĕре алă парса.— Чипер юлăр.
—Чипер кайăр.
Вĕсем пĕр-пĕрин куçĕнчен пăхрĕç. Алмазовăн пысăкланса кайнă куç шăрçисем пăрланнă куç хăрпăкĕсем айĕн йăлтăртатса илчĕç. Салампин кăвак куçĕсем хурлăхлăн та ăшшăн пăхаççĕ; вĕсенче, пĕчĕк тĕкĕр çинчи пек, пĕччен улмуççи курăнать. Хĕрĕн тутăр айĕнчен тухнă çÿç пайăркине шап-шурă пас тытнă, хĕр пысăк хуйхă тÿссе, çамрăках шуралнăн туйăнать.
—Сывă пулăр! — терĕç савнисем пĕр-пĕрне мăн кăмăллăн, харпăр хăй шухăшне, хуйхине пĕр-пĕринчен пытарса; анчах вĕсен куçĕсем, пĕр-пĕрне çунтарса, ирĕлтерсе ярас пек пăхакан куçĕсем: “Сыв пул, савниçĕм! Ан ман мана, эпĕ сана пур пĕрех 1ррататăп!”—терĕç те хăйсемех юлашки хут ыталанса чуп турĕç.
Алмазов кайнине курса, Çалампи ним чĕнейми пулса тăчĕ: ăна çак самантра хăйĕнчен таçти чăваш ачи мар, пурнăçра ăнсăртран тĕл пулса паллашнă каччă та мар, хăйĕн çамрăклăхĕ, юратăвĕ, телейĕ ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăн туйăнчĕ.
Чак! чак! тăрăнать сивĕ юр çине йĕлтĕр туйи, анчах вăл, тимĕр вĕçлĕскер, юр çине мар, Салампи чĕрине тăрăнать…
Мăн кăмăллăскер!.. Вăл каялла çаврăнса пăхас çук ĕнтĕ!.. Акă малтанхи йĕрпех кайрĕ… акă лăпсăркка улмуççи айĕпе иртрĕ… уя тухрĕ;.. анаталла ярăнса анчĕ…
“Ăнсăртлăха, шăпана парăнма юрамасть, йывăрлăхран хăрамалла мар, куçпа курсах йăнăша ирттерсс яни киревсĕр. Шăпана карланкăран тытма тăрăшмалла. Телей килессе ан кĕт, ăна ху çывхартма тăрăш!” — тесе çырнăччĕ Алмазов пĕррехинче Салампи альбомĕ çине. Хĕр халĕ сасартăк çавна аса илчĕ те малалла ăнтăлчĕ.
—Толя!—кăшкăрса ячĕ вал пĕтĕм чунтан.—То-о-оля!
Пăр-сăмсаран вĕре пуçланă çил ун сассине аяккалла
вĕçтерсе сапаларĕ — çил-тăман умĕн кĕрлекен çутçанталăк шавĕнче çак тăлăх сасă тинĕсе пĕр кашăк тăвар сапнă пекех çухалса кайрĕ.
Салампи хăй мĕн тунине халь тин ăнланса илчĕ те, иртсе каян çамрăклăха, юратăва, телее хуса çитсе, вăйпа тытса чарас пек, такăна-такăна йĕлтĕр йĕрĕпе чупрĕ. Вăл темиçе хут юр ăшне тăрăна-тăрăна кайрĕ, унăн çăматти ăшне те, çаннисем ăшне те, хĕвне те юр кĕрсе тулчĕ. Анчах хĕр çак самантра шăннипе мар, калама çук хурланнипе кÿтсе çитрĕ. Акă вăл, юлашкинчен, лăпсăркка улмуççи айĕнче халтан кайса ÿкрĕ те эрленсе-хурланса макăрса ячĕ…
Тепре çеç курса юлас килетчĕ унăн, аякран та пулин курса юлас килетчĕ, анчах савнийĕ улăхалла анса курăнми пулнă. Уй урлă йĕлтĕр йĕрĕ кăна тăсăлса выртать — икĕ тÿрĕ йĕр юнашар пыраççĕ, пĕрлешмеççĕ те вĕсем пĕр-пĕринпе, уйрăлмаççĕ те пĕр-пĕринчен.
“Çак йĕлтĕр йĕрĕ пек пулчĕ иккен пирĕн юрату та”,— шухăшларĕ Салампи. Вăл каялла çаврăнса пăхрĕ — ун хыçĕнче хăй пекех пĕччен улмуççи сивĕпе кÿтсе, ĕнтĕркесе ларать… Ун айĕпе йĕлтĕр йĕрĕ иртет, ăна Салампи хăех таптаса, çĕмĕрсе пĕтернĕ.
Салампи каллех савнийĕ кайнă еннелле çаврăнчĕ. Тек макăрмасăр, хурланма та, ним шутлама та пĕлмесĕр, шăнса кÿтичченех хирелле пăхса тăчĕ.
Çил вăйланчĕ, юр вĕçтерсе йĕлтĕр йĕрне вите пуçларĕ.
Йĕлтĕр Йĕрĕ
Иккĕмĕш пайĕ
Виççĕмĕш пайĕ
Ял-йыш
Сывалман сурансем
Йелтĕр йĕрĕ
Çамрăклăх
Тăваттăмĕш пайĕ
Йĕлтĕр йĕрĕн йăрăмĕ
Асран кайми çул пулчĕ.
— Халăх юрри.
—Ĕмĕр ĕмĕрлесси—уй урлă каçасси мар,—теççĕ вырăссем… Пурăнан пурнăçра тем тĕрлĕ кун та килсе тухать, хура кĕр пек хура хурлăх та пулкалать; çапах та пурнăç
хурлăхлă мар, калама çук илертÿллĕ,— тенĕччĕ пĕррехинче Анна Ивановна. Салампи халĕ çав сăмахсене час-часах аса илкелет. Сурпан сырмасăр ĕмĕр ирттернĕ тăлăх хĕрарăм та çапла калать пулсан, Салампин вара мĕншĕн шанчăка çухатас-ха? Шанчăк пуррисем телейлĕ, тенĕ поэт. Анна Ивановна каларăш, çамрăкăн курасси кунтан кун малалла. Тĕрĕссипе, Салампи халĕ тин пурăнма пуçлать-ха, ыр курасси — малашне, темелле. Анчах чĕре — чул мар. Чул та, ытла хытă хĕртсен, çÿрăлать…
Пĕр вырсарни каç лекци вулама кÿршĕ колхозран Саланов килчĕ,— ăна ятарласах Борисов чĕннĕ-мĕн.
Лекциччен Борисов халăха ырă хыпар пĕлтерчĕ: СССР Министрсен Совечĕ Чăваш республикине пулăшма ик çĕр трактор, нумай ял хуçалăх машинисем пама, патшалăх умĕнчи кивĕ парăмĕсене каçарма постановлени йышăннă.
— Халь ĕнтĕ, тăвансем, вăй илетпĕр. Хуçалăха ура çине тăратасси, малалла вăйлăн аталантарса ярасси халь пĕтĕмпех хамăртан килет. Пурте тăрăшса ĕçлер, ял ятне ярар мар!—терĕ вăл.
Саланов колхозниксене хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Яланхи пекех, Лена ашшĕпе Павăл унран нумай япаласем çинчен ыйта-ыйта пĕлчĕç. Лекци хыççăн, ваттисем кайса пĕтсен, çамрăксем ташă пуçларĕç. Салампи ташлама юлмарĕ, Саланова хăйсем патне хăнана илсе кайрĕ. Лешĕ тем пек киле васкатчĕ пулсан та, пĕрле вĕреннĕ хĕр кăмăлĕшĕнех пыма килĕшрĕ.
Валерик Çемене сассинченех палласа илчĕ те ăна хирĕç çенĕке чупса тухрĕ, тÿрех каччă хулĕнчен çакăнчĕ. Саланов ăна, мечĕк тытнă пек, çăмăллăн çеклесе, пÿрте илсе кĕчĕ. Салампи апат хатĕрленĕ хушăра амăшĕ Çеменпе шăкăлтатса калаçса ларчĕ, унăн ашшĕ-амăшĕ мĕнле пурăннине, ял хыпарĕсене ыйта-ыйта пĕлчĕ. Валерик каччă çумĕнчен каймарĕ, ăна хăйĕн тетти-кĕнекине, хăй ÿкернĕ картинкăсене кăтартрĕ.
Салампи, шалти пÿлĕме кĕрсе, тимĕр кăмака хутса ячĕ, тĕп сакайĕнчен сăра ăсса тухса, “сивĕ урине хуçмалăх” ăшăтма лартрĕ. Каçхи апат пурте пĕрле çирĕç. Валерик Çеменпе юнашар ларчĕ, мăн çын пекех, пĕр тумлам яшка тăкмасăр, ытлашши пакăлтатмасăр çирĕ. Апат хыççăн Салампи Çемене шалти пÿлĕме чĕнчĕ. Амăшĕ сĕтел пуçтарса юлчĕ. Валерик кушакпа выляма тытăнчĕ те хăна пуррине те манчĕ.
Çемен шалти пÿлĕме кĕрсенех стена çинчи сăнсене, Алмазов портретне асăрхарĕ. “Усрать иккен,—шухăшларĕ хăй ăшĕнче.— Çав ĕнтĕ вăл, çынна пĕр юратсан. Çынпа паллашма йывăр, теççĕ те, анчах унран уйрăлма тата йывăртарах пулас”.
—Туртма пултаратăн,— терĕ Салампи, каччă умне пирус тĕпĕ хумалли савăт лартса парса.
—Эпĕ ак кунта, салтакла,— терĕ Çемен, тимĕр кăмака умнелле пуканне шутарса.— Фронтра çĕр пÿртсенче е вакунсенче çапла кăмака умне ларса туртаттăмăр.
Салампи ун çине ăшшăн пăхса илчĕ. Çемен хура костюмпа, галстукпа, шурă кĕпепе. “Хăçан çапла тумланнăччĕ вăл?” — куç харшисене пĕрсех шухăшларĕ хĕр, анчах ниепле те аса илеймерĕ.
—Пирĕн пата леш хайхисем, “кĕрхи шăнасем”, килсе кайрĕç, Салампи,— кулса пĕлтерчĕ каччă, хăй пирус тĕтĕмне тимĕр кăмака еннелле çилĕллĕн вĕрсе кăларчĕ.
—Мĕнле шăнасем?
—Ас тумастăн-им? Театрта курнăччĕ.
—А-а…
Салампи аса илчĕ. “Ун чухне театрта Çемен шăп çакăн пек тумланнăччĕ, Анатолий те çакнашкалах тумланнăччĕ”,— терĕ вăл ăшĕнче.
—Мĕн çăмăлпа килнĕ ку тарана çити?
—Лекци вулама. Пĕри мичуринла биологи çинчен вулать, тепри — Пушкин çинчен,—йĕрĕнсе каларĕ Саланов.— Пĕлеççĕ ун йышшисем хăçан мĕн кирлине. Пушкин çуралнăранпа кăçал çĕр аллă çул тултарать — лекци кирлех, халăх ыйтать. Темле майпа иккĕшĕ те командировкă илсех килнĕ. Лере те, хулара, çавсене хÿтĕлекен айвансем пур вĕт. “Алла алă çăвать”,— теççĕ пулас пĕр-пĕрне пулăшнă чух. Кусем вара пур лекторсене те намăслантарса кăна çÿреççĕ.
—Вĕсем хăйсене искусствă çыннисем, теместчĕç-и? Мĕнле-ха биологи ыйтăвĕсем çинчен лекци вулама тытăннă?
—Укçа чул кастарать, тенĕ.
Саланов, калама чарăнса, пирус тĕпне тимĕр кăмаканалла ывăтрĕ те вăл çунса кайнине пăхса ларчĕ. Унăн хура куçĕсенче кăмакари çулăм ялкăшни курăнчĕ.
—Мĕнле сирĕн яла пыма ăç çитернĕ-ха вĕсем? — ыт ахальтен ыйтрĕ Салампи, мĕн ыйтмаллине ыйтмасăр, каччă куçĕсенче кăмакари çулăм вĕлтлетсе ялкăшнине сăнаса.
—Вирьялов каникула таврăннă та, çавăнпа пĕрле ерсе
килнĕ. Туслă мар-и вĕсем! Левене поэт тăватпăр, тесе мухтанаççĕ, тет, Шалтайкин калать. Шалтайкина пĕлместĕн-и эсĕ?
—Çук, палламастăп, илтессе илтнĕ ун çинчен,— терĕ Салампи хуллен.
Саланов хĕр çине пăхрĕ те лешĕ тимлесе итлеменнине, ăна “кĕрхи шăнасем” мар, пачах урăххи пăшăрхантарнине сисрĕ, вара пĕр хушă сăмах тупаймасăр ларчĕ.
—Хуларан çыраççĕ-и? — тесе ыйтрĕ вăл, татах пирус кăларса.
Салампи чĕри кăртах турĕ. Кам пирки ыйтнине ăнланчĕ вăл, çапах та хăй ăнланнине систермерĕ.
—Пĕчĕк Нина çыркалать те, халь çине вăл та çырми пулчĕ темшĕн, каникула кайнă пулас. Урăх кам çыртăр ĕнтĕ.
Саланов тимĕр кăмакаран вут пуççи илсе пирус чĕртрĕ те вут пуççи вĕçĕ кăмрăкланнине пăхса ларчĕ. “Çак кăмрăк урайне ÿксенех — калатăп”,— шухăшларĕ вăл, анчах кăмрăк ÿкмерĕ.
—Салампи, эсĕ зоокружокра вĕренме чăвашла учебник кирлĕ, теттĕн мар-и? Халь кăна районти кĕнеке магазинне çĕнĕ учебник килнĕччĕ — йăлтах илсе пĕтерчĕç. Сан валли туянас теттĕм — ĕлкĕреймерĕм. Эсĕ пирĕн ял клубĕнчен илме пултаратăн, унта темиçе те пурччĕ пулас. Çул майăн пĕр-пĕр кĕрсе тух, сана Шалтайкинпа паллаштарăп: питĕ тĕлĕнмелле çын, ун урлă темле кĕнеке те тупма пулать, хăйне евĕрлĕ библиофил.
—Илтнĕччĕ ун çинчен.
—Камран?
—Вирьялов каласа кăтартнăччĕ: “Питĕ кулăшла тип, феноменальнăй память”,— тетчĕ.
—Хăйне майлă çын, анчах питĕ ырă кăмăллă, пултаруллă, ĕçчен этем. Вирьялов, паллах, юратас çук ăна.
—Ыран-паянах района кайса килмелле, тен, кĕрсе тухăп,— килĕшрĕ Салампи; унăн çурхи тÿпе евĕр таса сенкер куçĕсенче ÿпкевлĕ шухăш палăрчĕ: “Çемен! Эсĕ мана хисепленине эпĕ ялан туятăп: мĕншĕн эсĕ халĕ мана мĕн каламаллине пĕле тăрах урăххи çинчен калатăн? Курмастăн-им чĕрем тулли, куçăм тулли тунсăха?”
Çакна сăмахпа каланă пекех, каччă тĕрĕс ăнланчĕ, “Куратăп,— терĕç вара унăн хура куçĕсем.— Эсĕ асапланнине куриччен сан асапна хам çине илнĕ пулăттăм! Анчах мĕн тăвам-ха эпĕ, тăванăм? Тĕрĕслĕх, тен, яланах питĕ тăварлă
пулĕ, вăл сан суранна пушшех ыраттарĕ. Пур пĕрех эпĕ сан умăнта юптарса калаçма хăяймастăп, ан айăпла”.
—Вĕсем, сăмах майăн, Алмазова та асăнчĕç, вăл кунта тури чăваш юррисеие çырса çÿренинчен тăрăхларах калаçрĕç,— терĕ Саланов.
Тĕлĕрнĕ евĕр, сÿрĕккĕн итлесе ларакан Салампи сасартăк хавхаланчĕ, унăн куçĕсем йăлкăшма пуçларĕç: ним те мар, савни ячĕ кăна, асамлă сăмахла, хĕр сăнне тÿрех улăштарчĕ, чĕрине çулăм хыптарчĕ, вăй-хал кĕртрĕ. Çапах хĕр, чунне хытарса, савнийĕ çинчен ним те ыйтмарĕ: Çемен, пĕрре пуçланăскер, пур пĕрех мĕн пĕлнине каласа парасса туйрĕ вăл.
—”Анатоль ĕçке ярăннă”,— терĕç мана. Ĕненеçех килмерĕ, анчах суймарĕç пулас. Пĕркун, хăй юрăсем пухма килсен, Анатолий пирĕн патра темиçе çĕр выртрĕ. Ун чух эрех сĕнсен те ĕçместчĕ вăл, сăра кăна сыпкалатчĕ. “Шывра путнинчен ытларах çынсем эрехре путаççĕ, тет, сăрине тутанса пăхас. Вирьял чăвашĕсен сăрине авал Пугачев та питĕ ырланă”, текелесе ĕçетчĕ,— шÿтлерех каларĕ Саланов.
Салампи халĕ ÿн çине мар, мачча каштинчй турат куçĕ çинелле пăхать. Унăн куçĕсем тулли черкке пек çуталаççĕ, вĕсенче кĕç-вĕç тулса тăкăнасла куççуль йăлтăртатать.
—Пĕрре çапла, Алмазов ыран кÿршĕ яла тухса каяс тенĕ чух, кĕрекере ларатпăр. Эпĕ ăна, сăмах майăн, сан çинчен каларăм. Пĕлетĕн ăна, мăн кăмăллăскерне, хăй нимпе те малтан сăмах тапратас çук. Ун портречĕ сан патра пурри çинчен пĕлтертĕм. Вăл вара çавăнтах, ним каламасăр, кĕрекерен тухрĕ те йĕлтĕрпе уй урлă кунта каçрĕ…
Саланов, калама чарăнса, хĕр еннелле пăхса илчĕ. Салампи сĕтел çине чавсаланса, питне алăпа хупласа ларчĕ; унăн сăнĕ курăнмасть, шурă мăйĕ çинче кăна темле мăкăль, шыв ĕçнĕ чухнехи пек пĕрре хăпарать, тепре анать.
—Таврăнма каçа юлса таврăнчĕ. Çил-тăмана пăхмасăрах уй урлă каçнă. Эпĕ ун чухне шалти пÿлĕмре кĕнеке вуласа лараттăм. Кĕчĕ те: “Ыран Хусана тухса каятăп”,— терĕ. “Эсĕ район тăрăх çÿресшĕнччĕ-çке, сана ку енчи юрă ăстисемпе паллаштарма пултăм? Хамăр енчи Гаврил Федоровсемпе паллаштарăп”,— тетĕп. Ним те хирĕç чĕнмерĕ. “Ăш çунать темле. Сема, ĕçтер-ха”,— терĕ. Унччен ĕçменскер, хаяррине икĕ стакан умлă-хыçлă ячĕ те тÿрех выртрĕ. Чĕнсе те чĕнмест. Пĕлетĕн ăна: шуйттан пек мăн кăмăллă!
Ÿкĕтлесе те ÿкĕте кĕмест. Тепĕр кунне мана вăратмасăр тухса кайнă. Хам вăраннă пулсан — ямастăм, вăйпах кунта тепре илсе килеттĕм.
—Вăйпа?—терĕ Салампи улшăннă сасăпа. Вăл халь те Çемене тÿртĕн ларать, анчах каччă ун сăнне стена çумĕнчи тĕкĕр çинче асăрхарĕ: хĕр пуçне сулахай хул пуççи çинелле тайнă; акă унăн сулахай куçĕнчен шултра çутă тумлам йăпăртатса анчĕ те тута хĕрринче чарăнчĕ. Салампи, Çемен еннелле çаврăнмасăр, тем турĕ — тĕкĕр çинчи çав самантрах питне тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ.
—Вăйпа çын кăмăлне юраймăн,— терĕ Салампи, ним пулман пекех кулма тăрăшса. Çав кулă каччă чĕрине ыраттарчĕ. Ытла салхуллă иккен эсĕ, куççуллĕ кулă!
Çын суранне тÿрккессĕн сĕртĕнсе ыраттарнăшăн Çемен хăйне хăй ятласа илчĕ, айăпне сирес тесе, хĕр кăмăлне кăштах та пулин уçас килчĕ унăн.
—Ăна хисепленĕ чухлĕ пĕр арçынна та хисеплемен пулĕ эпĕ,— терĕ те вăл, пирус тĕтĕмне çăтса, пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕ.
Салампи сăмах хушмарĕ, кăвак куçĕсем кăна, каччă çине хурлăхлăн пăхса: “Кала, кала! Ун çинчен мĕн пĕлнине йăлтах каласа пар мана!”—терĕç. Çемен вара малалла каларĕ.
—Вăрçă пĕтнĕ çул-ха вăл, кĕркунне… Эпир, çартан таврăнакан салтаксем, Порт-Артурта, тинĕс хĕрринче, пăрахут кĕтетпĕр. Портран инçех мар пысăк садра темле пуян самурай дачи пулнă пулмалла — пушă çурт, хуçисем çук. Мĕн пулнă, тетĕп: садри пур салтак çав çурт еннелле васкать. Эпĕ те ути-утми унталла пыратăп. Верандă çинче рояль ларать, рояль умĕнче — салтак. Çавă пухнă иккен халăха. Итлесе куркаланăччĕ чаплă пианистсене те. Анчах ку вара, те хăй çамрăк пулнăран, те хамăр салтак таçти инçетри çĕршывра тăван кĕвĕсене чаплă каланăран, тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ, темле асамçă пек туйăнса кайрĕ. Каласса вăл пĕр кĕвве вĕçне тухиччен мар; темиçе тĕрлĕ кĕвве татăкăн-кĕсĕкĕн калать, пĕр кĕвве пĕр çаврăм калать те чарăнать, кăшт тăрсан — урăх кĕвĕ çине куçать. Ни попури мар, ни мĕн мар. “Мĕнле капла?” — тетĕп. Çывăхарах пырсан, çынсен пуçĕсем урлă пăхатăп. Пианист умне тем чухлĕ нотă листисем купаланă. Вăл пĕр листине илет те çавăнтах рояльпе каласа пăхать е каласа та тăмасть, нотăсем çине пăхать те: “Ку лайăх мар”,— тет, теприне илет. Вăл нотăсене çапла, хаçат вуланă пек, çăмăллăн вулани мана тĕлĕнтерчĕ те, кĕвĕçтерчĕ те; çав самантра эпĕ хам нотă йĕркине пĕлменшĕн пурнăçăмра пĕрремĕш хут ÿкĕнтĕм. Салтак никам çине те пăхмасть, пур кĕвве те каласа пĕтереймесрен хăранă евĕр, кĕвĕ хыççăн кĕвĕ улăштарать, Нумай хушă выçăхса пурăннă çын, тен, кĕрекери пур апатçимĕçе çисе ярасла, кашни кучченеç çинех çапла тăрăнать пуль? Садра Бетховен, Шопен, Чайковский, Рахманинов произведенийĕсем, китай яппун кĕввисем пĕрин хыççăн тепри шăранаççĕ. Акă салтак нотăсен тĕркине йăлтах тĕрĕслесе тухрĕ те çамки çинчи тарне тутăрпа шăлса илчĕ, унтан, хăй ăссĕн, нотăсăр выляма тытăнчĕ. Халĕ пур кĕвĕ те хутăшса кайрĕ, хушăран çав тĕлĕнмелле импровизицире чăваш кĕвви те илтĕннĕ пек туйăнать, темле палланă, пĕлнĕ, чуна пырса тивекен тăван кĕвĕ пек туйăнать. Ак хайхи! Китай садĕнче чип-чиперех Федор Павловăн “Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт” кĕвви янăраса кайрĕ. Чăн, пăлханнипе йăлт тара ÿкрĕм… Кайран ăста пианистпа паллашрăмăр: Анатолий Алмазов, анат енчи чăваш. Çĕрĕпех тинĕс хĕрринче çÿрерĕмĕр, çăвар хупми калаçрăмăр: чăвашла калаçманни нумай пулатчĕ. Чăннипе, вăл ытларах калаçрĕ. Калаçасса хăй тĕп чавашла, питĕ таса, илемлĕ калаçать. Вăл мана ун чухне хĕрсе кайсах Иакинф Бичурин, Иван Яковлев пек чаплă чăвашсем çинчен, хамăр халăх хушшинчен тухнă ытти паллă çынсем çинчен нумай каларĕ. Эпĕ вара, вăл хамăр халăх çинчен çав тери нумай пĕлнинчен тĕлĕнсе, хам сахал пĕлнинчен вăтанса пĕтрĕм. Çапах хамăр халăхра çакнашкал пултаруллă, маттур çамрăксем пурришĕн, вĕсем тăван культурăна, искусствăна чунтан юратса парăннишĕн, тăван халăхшăн çуннишĕн, унăн пысăк пуласлăхне шанса тăнишĕн калама çук савăнтăм. Пĕлесчĕ эсĕ, Салампи, çав каç эпĕ Алмазова мĕнле ытарайми итленине, ăна мĕнле юратса пăрахнине!
Саланов хăй ытлашши хавхаланса, кăшт хушарах “илемлĕ” сăмахсемпе калаçнине туйрĕ те, именсе, калаçма чарăнчĕ. Анчах вăл Салампи умĕнче Алмазова тÿрре кăларас тесе мар, хăй тахçан Алмазова мĕнле кăмăлланине тĕрĕсрех пĕлтерес тесе çеç тусĕн сăнарне илемлетерех кăтартма тăрăшрĕ; япăх çынна ырлас шутпа мар, хăй çынсем çинчен лайăх шутланăран кăна çапла каларĕ вăл, çынсене те юлташĕсем çинчен çапла шухăшлаттарас килчĕ унăн. Тен, поэтсем те çав сăлтава пулах илемлĕ калаçаççĕ пулĕ?..
— Тем çинчен те каларĕ вăл мана ун чухне,— терĕ те
Саланов каллех шăпланчĕ. Алмазов ăна çав каçхине “темле тĕлĕнмелле ятлă — Салампи ятлă” хĕрпе хăйĕн тусĕ Валерий пĕр-пĕрине мĕнле юратни çинчен, çав юрату мĕнле телейсĕр пулни çинчен каланăччĕ… Ун чухне Алмазов та хăй Салампие тĕл пуласса, Салампи хăйне юратасса пĕлмен ĕнтĕ… Акă халĕ, кĕçĕр, Порт-Артуртан килнĕренпе виçĕ çул иртсен, Саланов çав “тĕлĕнмелле ятлă хĕре” Алмазов çинчен калать. Анчах Алмазов та Салампишĕн Валерий пекех çухалмарĕ-ши: “вăл Музăпа çыхланнă”,— теççĕ-çке? Кирлĕ-и çакăн çинчен асăнса Салампи чунне ыраттарма?
—Тымар янă пекех, нумай лартăм ĕнтĕ,— терĕ каччă тăрса.— Çĕр вăрăм, килех çитес, çын патĕнче ыйхă та килмест манăн. Тен, улахсем саланиччен çитме елкĕрĕп,— шÿтлесе илчĕ вăл.
—Улаха çитмелле пулсан, тытса чараяс çук ĕнтĕ,— терĕ Салампи те, ним пулман пекех шÿтлеме тăрăшса, анчах унăн тути кăна куланçи турĕ, куçĕсем малтанхи пекех салхуллă пăхрĕç.— Кăшт ăсатса ярăп: каçхи хăнана ăсатмасан, ыйхă вĕçет, теççĕ. Ытла ан васка, çур çĕр те çитмен-ха. Çул курки тытса пар акă, Пугачев ырлани ку…
Вĕсем уй хапхинче уйрăлчĕç.
—Чипер кай ĕнтĕ. Уйрăлас та килмест санран, Çемен. Санпа калаçсан, ăш выртать, чĕре çыххи сыпăнать,— терĕ Салампи, алă парса.— Мĕнле хĕр сана пырса ырă курĕ-ши? Курăттăм вăл хĕре. Пурте курнă, пĕлеççĕ, эпĕ çеç палламастăп ăна.
Çемен ним калайми пулса тăчĕ. “Салампи, эпĕ часах, авланатăп! Эпĕ хам ачаран юратнă хĕре илетĕп! Вăл сан пекех илемлĕ, сан пекех ырă çын!” —тесе калас килчĕ унăн, анчах хăй телейĕпе киленсе-мухтанса телейсĕр хĕре кÿрентересрен шикленчĕ, çавăнпа ним те шарламарĕ.
Салампи таврăннă çĕре амăшĕ çывăрса кайнă. Валерик те мăшлаттарсах çывăрать. Ун ури вĕçне кушак кукăрăлса выртнă та ачашшăн мăрлатса тĕлĕрет. Салампие курсан, вăл вырăн çинчен сиксе анчĕ те, вăратнăшăн кăмăлсăрланса, хÿрине пăтраткаласа, кăмака айне кĕрсе çухалчĕ. Пÿртре шăпах, хутран-ситрен шăрчăк чăрăклатса сас тăвать.
Салампи, кăмака умĕнче çакăнса тăракан Валерик кĕписем çине пăхса, шухăша кайрĕ.
Акă, ача амăшех ĕнтĕ вăл. Унăн пÿртĕнче те, чăматанĕсенче те, “хĕр арчинче” те, мăшăрлă пурăнакан хĕрарăмăнни пекех, ача япалисем. “Мăшăрлă… арлă-арăмлă…” Мĕнлевăл? Лайăх-и вăл, япăх-и? Мĕн вăл, телейлĕ юрату? Савнă çынпа пврле пурăнни-и? Е çапла, ялан пĕччен, савнирен уйрăм, ăна курмасăр, пĕлмесĕр, ĕмĕтре çеç юратса пурăнни-и? Нихçан та телей йăва çавăрмĕ-ши Саламии пурнăçĕнче? Хăвăрт иртет-çке хĕр ĕмĕрĕ — карта тытса та картлаймăн, чаршав карса та чараймăн.
Шалти пÿлĕмре будильник шăнкăртатни ăна шартах сиктерчĕ. Çур çĕр иртни пĕр сехет — фермăна кайма вăхăт. Кăшт та выртса канма пулмарĕ. Салампи кĕрĕк тăхăнчĕ те Валерик патне пычĕ, тутлă çывăракан ача çине чылайччен пахса тăчĕ, вара ăна темиçе хут чуп турĕ, ачашшăн витсе хăварчă те фермăна тухса кайрĕ.
Фермă пÿртĕнче пурте харлаттарсах çывăраççе. Сĕтел хушшинче Лена тĕлĕрсе ларать, аллинчи кĕнеки урайне ÿкнĕ. Салампи кĕнекине сĕтел çине илсе хучĕ те хĕре вăратрĕ. Иккĕшĕ пăру витине тĕрĕслеме тухрĕç.
Çав каçхине виçĕ ĕне пăруларĕ. Салампи тул çутăличченех канма пĕлмесĕр ĕçлерĕ. Ирхине вăл çамрăк пăрусене сĕт ĕçтерчĕ, пысăкраххисене апат пачĕ, вите урайне хырсашăлса тасатрĕ, çĕрле пăруланă пăрусене, Шамбулкин çук пирки, хăех турттарса-виçсе пăхрĕ, вĕсем çинчен уйрăм журнал çине çырса хучĕ. Маруç килсен, вăл ирхи апата киле таврăнчĕ. Кăшт выртса канчĕ те каллех фермăна кайрĕ. Витери ĕçсене тирпейлесен, Шамбулкина: “Района каятăп, ман вырăна Маша юлать”,— тесе пĕлтерчĕ.
Район центрне вăл йĕлтĕрпе кайрĕ. Раймагра Валерик валли тетте кĕнекесем, пĕчĕк гитарă туянчĕ те Яшманов лавĕ çине хурса ячĕ. Казакова курса калаçас тесе, ун хваттерне кĕчĕ, анчах телей пулмарĕ: Петя Пысăк Нина патне кÿршĕ района кайрĕ, терĕç. Магазинта ăна кирлĕ кĕнекесем пулмарĕç, вăл вара çула май, Салановсен ялне кĕрсе, хайхи Шалтайкина курма шут тытрĕ.
Турикас çумĕнчи Елюк сăртĕнче сарăлса ларакан сад аякранах курăнать. Çамрăк сад тавра, шурă тăлăп пĕркеннĕ хуралçăсем евĕр, шурă туналлă хурăнсем, хăмăр туналлă çăкасем, акаци, сирень тĕмĕсем юрпа витĕнсе лараççĕ. “Çакă ĕнтĕ вăл — пĕтĕм республикипе чапа тухнă сад. Саланов пăхса ÿстерекен пуян сад”,— савăнса шухăшларĕ Салампи.
Уй пуçтарса кĕрсенех укăлча хапхине уçса пăрахнă та çавăнтанпах хупман пулĕ, халĕ вăл юр тултарса лартнăран хупăнмасть те, ачасем кунта катаччи ярăнаççĕ. Салампи вĕсенчен Салановсен тĕлне ыйтса пĕлчĕ. Анчах Семен килте пулмарĕ, вăл йĕлтĕрпе ярăнма кайнă иккен. Салампи вара тÿрех клуба кайрĕ.
Клуб ял варринчи чул çуртра. Малти пысăк пÿлĕмĕ пуш-пушах, пукансене йĕркипе лартса тухнă, урайне кусарпа хырса çунă. Шăп кăнтăр вăхăчĕ пулнăран-ши, клубра çамрăксем те, ача-пăчасем те çук. Алăк патĕнчи кăмака умĕнче хĕрлĕ тутăрлă, пĕрлĕхен питлĕ хĕрарăм вут хутса ларать.
—Шалтайкйн юлташа ăçта курма пулать-ши? — ыйтрĕ Салампи унран.
Лешĕ йĕлтĕрпе çÿремелли тум тăхăннă ют хĕр çине шанмасăртăрах пăхса илчĕ те, юнашар пÿлĕм алăкне уçса, çăвар туллин кăшкăрчĕ:
—Йăва-ан! Сан патна хуларан майра килчĕ!
—Калăр, Варя, кунта кĕтĕр! — илтĕнчĕ шалтан кăмăллă çемçе сасă.
—Хăй патне чĕнет,— терĕ хĕрарăм, пуçĕпе юнашар пÿлĕм алăкĕ еннелле сулса, вара каллех ют хĕр çине кÿлешен куçпа пăхса илчĕ.
Пĕчĕк пÿлĕм. Чÿрече янахĕсем çине те, пукансем çине те кĕнеке, хаçат-журнал тĕркисем хурса тултарнăран вăл пушшех тăвăр пек туйăнать. Пÿлĕм варринчи сĕтел умĕнче çын тăрать; вăл темшĕн пукан çине лармасăр, сĕтел çине чавсаланса, хавхалансах тем çырать.
—Кĕме юрать-и?
Тем çыракан çын, каялла варт çаврăнса, тÿрленсе тăчĕ те пысăк куçлăхне çамки çинелле çĕклерĕ. Хăй тăсланкă, кăшт курпунрах; сивĕ пулин те, çÿхе пальтопа, сăран атăпа; хуçăк сăмсаллă кепкине сĕтел çине пăрахнă; çÿçĕ арпашăнса пĕтнĕ, сухалне хырман.
—Айăп ан тăвăр, палласа илеймерĕм сире,— терĕ вăл, Салампие алă парса.— Шалтайкин Иван Иванович.
—Салампи,— пĕлтерчĕ хĕр хăй ятне.— Акрамова.
—Питĕ хавас, питĕ хавас! Илтнĕ, илтнĕ! Питĕ лайăх пĕлетпĕр сире! — хавасланса ÿкрĕ Шалтайкин, хăй каллех Салампи аллине тытса чăмăртарĕ.— Январĕн çиччĕмĕшĕнче райхаçатра сирĕн çинчен статья тухнăччĕ, “Лайăх телятницă” ятлă статьяччĕ-и çав? Айăп ан тăвăр, иртсе ларăр.
Пурнăçра пĕрремĕш хут курнă çын хăйне пĕлни, хăй çинчен çырнă статья хăçан тухнине те ас туса тăни Салампие савăнтарчĕ те, тĕлĕнтерчĕ те, “феноменальнăй память”, тетчĕ Вирьялов Шалтайкин çинчен каласа култарнă чух. Чăнах, ун ăсĕ çирĕп иккен.
Шалтайкин васкасах пĕр пукан çинчен кĕнекесене сак çине илсе хума пикенчĕ, анчах пăлханнипе çĕре ÿкерчĕ те— илсе те хумарĕ, аптранипе куçлăхне шăлма тăчĕ, анчах темле шыраса та тутăр тупаймарĕ, вара тарланă сăмса тăррине те пальто çаннипех шăлса илчĕ. Çак самантра вăл тутăра ăçта хунине ас тăвайманшăн та, паян клуба сухал хырмасăр килнĕшĕн те хăйне хăй вăрçса тăкрĕ. “Сухалне хырма вăхăт та пулмарĕ ĕнтĕ, çĕркаç çĕрĕпех стена хаçачĕ çырса лартăм, паян тăнă-тăманах кунта чупса килтĕм… Анчах кама аса илтерет-ха ку хĕр? Аçта, хăçан курнă эп ăна?” — шухăшларĕ Шалтайкин çавăнтах.
Салампи пÿлĕме ялкăшса килсе кĕни ăна хура кĕрте сасартăк çурхи кун çитнĕн туйăнчĕ. Хăй тирпейсĕр çÿренĕшĕн те, çĕр çинче хĕрĕх çул авланмасăр, пĕр-пĕччен, упа пек пурăннăшăн та пĕрремĕш хут çак пике умĕнче именчĕ вăл.
—Айăп ан тăвăр, Акрамова юлташ, тем ĕçпеччĕ ĕнтĕ эсир? — терĕ вăл, сĕтел çинче выртакан шăрттан пек хулăн çĕтĕк портфеле çурăмĕпе хуплама тăрăшса (портфельтен пулă хÿри, сĕт кĕленчи, ик-виçĕ пуç сухан курăнатчĕ).
Салампи çак ватă каччă çинчен тахçанах Вирьялов каласа култарнине каллех аса илчĕ те хавасланса кайрĕ, районти паллă избача хăюллăнрах сăнарĕ.
Шалтайкин çилĕмпе тем çыпăçтарнă пулас: хавхаланса ĕçленĕ чух ас тумасăр пальто çаннине те çилĕмпе вараланă та, хаçат татăкĕ çанă çумне çыпçăннă, çилĕмленнĕ çÿç пайăрки те пĕр-ик тĕлте çыпăçса ларнă.
—Эпĕ сирĕнтен пулăшу ыйтас терĕм,— хаваслăн йăлкăшса пĕлтерчĕ Салампи.
Шалтайкин чĕри пĕр ыратса, пĕр хăпартланса кайрĕ. Вăл хăй студент чухне, çирĕм çул каялла, телейсĕр юратнă чипер артисткăна аса илчĕ. “Кулли çавăн. Вăл çавнашкал йăлкăшса кулатчĕ”,— савăнса та хурланса шухăшларĕ ватă каччă.
—Питĕ хавас сире пулăшма! — терĕ те вăл каллех алă пачĕ.
—Саланов пĕлтерчĕ: сирĕн агрозоотехникă кружокĕнче вĕренмелли çĕнĕ учебник ытлашши пур, терĕ. Эпĕ районта тупаймарăм та, сирĕнтенех ыйтса пăхас терĕм.
—Айăп ан тăвăр, ытлашши çук, анчах сире пĕрне пама
пултаратпăр. Кĕнеке ыйтакана пĕтĕм чунтан юрататăп, Акрамова юлташ.
Шалтайкин, каллех Салампие тĕлĕнтерсе, кĕнеке авторĕн хушаматне, ятне, издательствă ятне, кĕнекене миçемĕш хут пичетлесе кăларнине, миçе кĕнеке кăларнине, хакне— пĕр пăхмасăр каларĕ.
—Питĕ кирлĕ кĕнеке, анчах, айăп ан тăвăр, чăвашла япăх куçарнă, хăш-пĕр вырăнсене вырăсли çине пăхмасăр та ăнланма çук,— терĕ Иван Иванович, Салампие кĕнеке тыттарса.
—Тавтапуç сире… Стена хаçачĕ кăларатăр пулас?
—Çавăнпа аппаланатăп, çирĕм çул ĕнтĕ. Редколлеги пур та, ытла мĕнех мар, йăлтах ман çине тиеççĕ. Пĕр каласан, художникĕ те, çыруçи те, суфлерĕ те, артисчĕ те, агитаторĕ те, библиотекарĕ те — йăлтах хам. Пĕрре хăнăхнă та… юрататăп эпĕ хам ĕçе. Ĕçсĕр ларма кичем — алăсăр юлнă пекех, ваттисемле каласан.
Шалтайкин çав хушăра хăйĕн шăрттан-портфелĕ каллех уçă выртнине асăрхарĕ те ăна хĕртен çурăмĕпе картларĕ.
“Чăн та, ху ĕçне питĕ юрататăн эсĕ, чунна парса ĕçлетĕн пулас. Тен, çавăнпа ху çинчен манатăн пуль. Пĕр-пĕр çывăх хĕрарăм пÿлас пулсанах, тирпейлĕччĕ вăл сана”,— шухăшларĕ Салампи.
—Йăва-ан! — хаяр сасăпа чĕнчĕ çак самантра хĕрлĕ тутăрлă хĕрарăм, пÿлĕм алăкĕнчен пуçне кăтартса.— Кăмакана паранкă пăрахмалла-и?
Вăтанса хĕрелнĕ Шалтайкии çавăнтах ун патне сиксе тухрĕ. Иккĕшĕ чылайччен тем пăшăлтатрĕç, хĕрарăмĕ малтанхи пекех хаяррăн калаçрĕ.
“Ку леш, “Варук инке” тени пуль ĕнтĕ, Маруç инкĕшĕн тăванĕ. Чăн, ытла кÿлешекен хĕрарăм иккен, ав савнине мĕнле кÿлешет”,— куларах шухăшларĕ Салампи, Вирьялов каланине аса илсе. Пĕччен ларма лайăх маррине туйса, вăл кайма хатĕрленчĕ.
—Айăп ан тăвăр, Акрамова юлташ,— терĕ Шалтайкин, алăкран вăркăнса кĕрсе. Хăй ăшша пиçнĕ, унăн сăмса тăрри те, куçлăхĕ те тарланă. Избач хăйĕн мĕн пур кĕсйине хыпаласа ухтарчĕ, вара таçтан хура тутăр татăкĕ туртса кăларчĕ те питне шăлса илчĕ, тепĕр минутран çав тутăрах. хăй ăçта хунине ас тумасăр, ниепле те тупаймарĕ. Темрен шикленсе ÿкнĕ Шалтайкин хăйĕн хупăнман портфельне хĕртен пытарма та ас тумарĕ.
—Агрозоотехникă занятийĕсене клубрах ирттеретĕр-и?—ыйтрĕ Салампи, стена çинчи плакатсене пăхса.
—Клубра, пысăк залра. Унта пирĕн плакатсем, нагляднăй пособисем те унтах. Кĕркунне пĕр-ик заняти Саланов садра ирттерчĕ, фермăра темиçе заняти ирттертĕмĕр. Хамăр клубра занятисем мĕнле ирттернипе паллаштарма пултаратăп, кăмăлăр пулсан,— сĕнчĕ Иван Иваныч.
Вăл Салампие ял хуçалăх ĕçĕнчи çитĕнÿсене кăтартакан плакатсемпе, диаграммăсемпе, занятисем ирттермелли плансемпе паллаштарчĕ. “Колхозра обществăлла выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли план” çинчен кĕскен ăнлантарчĕ. Вăл тĕрлĕрен цифрăсене, числасене пер йăнăшмасăр каланинчен плана параграфăн-параграфăн пĕлнинчен Салампи тĕлĕнсе кăна ларчĕ.
Пĕр хĕрсе кайнă Шалтайкин хавхалансах калаçрĕ, хăй çине Варук инке кÿлешсе пăхнине те сисмерĕ, юлашкинчен Салампие ăсатма тухрĕ.
—Тата килĕр çапла, Акрамова юлташ,— терĕ те хĕре алă пачĕ.
Салампи йĕлтĕр чĕнне хытарчĕ те йăрст тÿрленсе тăчĕ, Шалтайкина хирĕç пăхса, кăмăллăн кулчĕ; кăвак костюм тĕсĕ ÿкнĕрен унăн куçĕсем тата кăвакрах курăнаççĕ, тата ăшăрах.
“Чăваш хĕрарăмĕсем хитре, тенĕ Радищев,— шухăшларĕ çав самантра Шалтайкин.— Тен, вăл авал, пирĕн çĕршыв урлă иртсе кайнă чух, шăпах çакнашкал хÿхĕм хĕрсене курнă пуль”.
—Чипер юлăр,— терĕ Салампи, кĕнекине костюм çийĕн çыхнă чĕн пиçиххи хушшине хĕстерсе.
—Айăп ан тăвăр,— терĕ Шалтайкин, тата тепĕр хут алă пама ĕлкĕрсе.
Хĕр анаталла ярăнса кайрĕ, Иван Иваныч ун хыçĕнчен телейлĕн кулкаласа, кăмăллăн пăхса юлчĕ.
“Кулли çавăн, вăл çакнашкал йăлкăшса кулатчĕ”,— каллех хăй телейсĕр юратнă артисткăна аса илчĕ Шалтайкин. Çирĕм çул каялла вăл артисткă чăваш кинофильмсенче паллă рольсене вылянă, Федор Павлов ертсе нынă пĕрремĕш чăваш хорĕнче юрланă, пысăк хуласенчи театрсенче хăйĕн пултарулăхĕпе палăрнă. Чухăн, именчĕк студент Шалтайкин çав сар пикепе куçа-куçăн калаçма мар, ăна сценă е экран çинче курсан та тара ÿкнĕ, хăйĕн юратăвĕ çинчен никама та калама хăяйман, савнин ÿкерчĕкне “Сунтал” журналтан касса илнĕ те ун çине турăш çине пăхнă пек пăхса пурăннă, анчах çав хаклă япалана пĕррехинче Варук инке тупнă та ним шеллемесĕр кăмакана пăрахнă, камăлсăр качча тем те пĕр каласа, вăрçса пĕтернĕ. Пурăнакиле Варук инке çав пике сăнне Шалтайкин чĕринчен те кăларса ывăтнă. Халĕ, Салампие курсан, Иван Иванович хăйĕн ĕмĕтĕнчи хĕре тепĕр хут аса илчĕ.
—Мĕнлескер пулчĕ вăл? — илтĕнчĕ ун хыçĕнче хаяр сасă. Шалтайкин, шартах сиксе, каялла çаврăнчĕ, каллех хыпаланса тутăр шырама пуçларĕ, анчах темле шырасан та тупаймарĕ.
—Акрамова вăл, Варя. Салампи юлташ…
—Лешĕ-и, качча каймасăр ача тăваканни-и?
— Çын ачине усрава илнĕскер, Варя…
—Те çын ачи-ха унта, те хăйĕн сопчăнни, пĕл-ха унта!
“Пуçларĕ ĕнтĕ”,— терĕ те хăй ăшĕнче Шалтайкин, пуçне
пальто çухавипе хуплама тăрăшса, клуба шиклĕн йăпшăнса кĕчĕ. Халĕ çеç хĕрпе курса калаçни ăна çывăрмасăр курнă тĕлĕк евĕр çеç туйăнчĕ. Халăх умĕнче хаяр докладсем тăвакан Шалтайкин Варук умĕнче путек пекех йăваш, ун хастарлăхĕ Варука куриччен кăна. Çил вĕриччен мамăк та хăйне йывăр тесе шутлать, тет. Иван Иваныч та çавах…
Салампи те Шалтайкинран питĕ ырă кăмăлпа уйрăлчĕ, анчах ун кăмăлĕ часах хуçăлчĕ. Çул хĕрринче ларакан магазин тĕлне çитерехпе вăл кăшт çеç чарăнса тăмарĕ. Магазинтан хухĕм тумланнă çын тухрĕ те, туран йĕлтĕрпе анакан хĕре асăрхасан, каллех магазина кĕрсе çухалчĕ. Вăл каникула таврăннă Вирьялов иккенне Салампи куçĕпе курса кăна мар, чунĕпе туйса илчĕ, вара урам варринчен пăрăнса, магазин хыçĕнчи çырма тăрăх ярăнса кайрĕ, каялла çаврăнса пăхмасăр, уя тухрĕ.
Кеске кун каçалла сулăннă, хура вăрман хыçнелле хĕрÿсĕр хĕвел анса ларать ĕнтĕ. Юр хăрпăкĕсем йăлтăртатса тăнăран шурă пир çине ĕнчĕ сапнăн туйăнать. Сывлăш уçă, чуна ирĕк. Анчах чĕре темшĕн хĕсет, хĕсет…
Авă, лерен, вăрмантан, пĕр хĕр йĕлтĕрпе ярăнса тухрĕ те ял еннелле васкарĕ, каялла пăха-пăха илет хăй. Тепĕр икĕ минутран каччă ярăнса тухрĕ. “Саланов,— тÿрех шухăшларĕ Салампи,—костюмĕ те çавăнах, тем тесен те çавă”. Салампи, йĕлтĕр туйисене çĕклесе, ун еннелле сулса саламларĕ, анчах каччăн каялла пăхас шут мар иккен: вăл пикенсех хăй умĕнчи хĕре хăвалать. Акă хĕрĕ, ял еннелле килекенскерех, вĕлт! аяккалла пăрăнчĕ, унтан каллех вăрманалла çаврăнчĕ. “Выляççĕ”,— тавçăрса илчĕ Салампи. Авă каччă халĕ хĕр йĕрĕпе васкать, çывхарсах пырать, анчах вăрман чăтлăхне кĕмесĕр хĕре хуса çитесшĕн мар пулас вăл. Акă вĕсем вăрманă кĕрсе çухалчĕç. Салампи чылайччен вăрман еннелле çаврăнса пăхкаларĕ, анчах çамрăк мăшăр тек уялла ярăнса тухмарĕ…
—Телейлĕ хĕр!—терĕ Салампи сасăпах, вара кил еннелле вăраххăн ярăнчĕ.
Авă умра тăван ял, анкартисем, улăхри утă капанĕсем, фермă çурчĕсем. Авă Саламписен анкартийĕ вĕçĕнчи тăлăх улмуççи.
Хĕр çырмана ярăнса аннă чухне сасартăк чарăнса тăчĕ. Хÿтĕ вырăнта йĕлтĕр йĕрĕ палăрать: вăл çырма хĕрринче пуçланать те çырма тĕпĕнче пĕтет, ытти çĕртине юр шăлса кайнă. “Анатолий хăварнă йĕр,— тавçăрса илчĕ Салампи.— Çакăн пекех çухалчĕ-ши унăн йĕрĕ те ман пурнăçăмра? Паçăрхи мăшăр пек, иксĕмĕр пĕр йĕрпе ярăнаймарăмăр. Пирĕн çул-йĕрсем пĕр тĕлте кăна çапла пĕрлешсе иртрĕç пулас”,— терĕ те хĕр çурри çухалнă йĕлтĕр йĕрĕ урлă ярăнса каçрĕ…
Килте вăл Валерик çывăрса кайиччен çеç хаваслăн калаçса кулчĕ, амăшне Шалтайкин çинчен шÿтлерех каласа кăтартрĕ. Апат çинĕ чух вара сасартăк шăпланчĕ те çийиçими ларчĕ, чĕлхи çĕтнĕ евĕр, ним те чĕнмерĕ.
—Çавăн çинчен шухăшласах шуралтăн ĕнтĕ. Темшĕн манмастăн ăна? Хăй аса та илмест пуль,— терĕ амăшĕ, хĕрĕ çине хĕрхенчĕклĕн пăхса.
—Ан калаç-ха, анне, кирлĕ мара,— сăмах тавăрчĕ Салампи, хирĕç ним тупса калаймасăр. Тумланчĕ те фермăна тухса кайрĕ.
Чăн, Алмазовăн çак вăхăтра Салампи шухăшĕ мар-мĕн.
Вырсарникун. Музучилищĕ студенчĕсем Атăл леш енне йĕлтĕрçĕсен кросне кайрĕç. Муза Любимова каймарĕ. Ун пек çĕре хутшăнмасть вăл, ăна халăх ĕçĕ те, студентсен пĕрлешÿллĕ канăвĕ-савăнăçĕ те кирлĕ мар, вăл лекцисене те йĕркеллĕ çÿремест. Ытах училищĕрен кăларса ярсан та, уншăн хăрушă мар: музучилищĕ программи тахçанах йăлăхтарса çитерчĕ ăна; вăл хăех, кунта вĕренме пăрахса, Мускаври театральнăй института кайса кĕме хатĕр. Шăматкун каç концертра Алмазова курчĕ вăл (Алмазов Хусантан килнĕ те пĕр эрне кунтах пурăнма шут тытнă). Муза ăна йĕлтĕрпе ярăнма каймашкăн чĕнчĕ.
Вĕсем йĕлтĕрпе ярăнма кайнине курсан, ватă техничкă Анна Матвеевна кăмăлсăрланса юлчĕ: “Каллех йыт пырши пек сырăнчĕ ĕнтĕ, якăлти”,— терĕ вăл, авкаланакан Муза çине сивĕ куçпа пăхса.
Акă халĕ вĕсем Атăл леш енче, йăлăмри тăвайккинче, уçланкăра, хире-хирĕç пăхса тăраççĕ. Иккĕшĕ те ăшша пиçнĕ, иккĕшĕн те пичĕсем юн пĕрĕхес пек хĕрелнĕ. Алмазов Муза çине ытарайми пăхать.
Муза, йĕлтĕр туйисем çине илемлĕ таянса, çинçе пилĕкне илĕртÿллĕ авса тăрать; унăн йăрăс урисем ывăннипе чĕтреççĕ, чие çырли тĕслĕ костюмĕнчен юр пĕрчисем лăстăртатса тăкăнаççĕ. Вăл йывăррăн сывлать, хĕрлĕ берет айĕнчен сапаланса тухнă сарă ука пек çÿç пайăркине тÿрлетме аллине вăраххăн, темле питĕ меллĕн çĕклет, юри ытларах каçăрлать — тăпăл-тăпăл кăкăрĕсем вара, маларах тухса, костюма карăнтараççĕ. Хĕр куçĕсене темле ачаш нÿрĕк карса илнĕ; хĕвел çук чухне çапла йĕтĕн чечекĕ çинчи сывлăм тумламĕ тĕксĕмреххĕн йăлтăртатать. Муза кулать. Унăн тап-таса шăлĕсем çак самантра темрен те йăлтăрти, тути хĕп-хĕрлĕ, ăна хытăрах чуп тăвас пулсан — юн тухассăн туйăнать.
Алмазов халĕ, таврара мĕн пуррине манса, çав тутана, çав куçсене чуп тума çеç ăмсанать. Пĕрре чуп тăвасси те халĕ уншăн — тĕнче хакĕ! Унăн асĕнче ĕнтĕ тăлăх улмуççи мĕлкиллĕ кăвак куç мар.
“Курса юл мана куç тулли,— теççĕ ăна Музăн чакăр куçĕсем.— Эсĕ ăслине, мăн кăмăллине пурте пĕлеççĕ; анчах эсĕ, ăслăскерех, мăн кăмăллăскерех, акă ман умра пуç таятăн, хăвна ху пысăка хураймастăн. Акă кур, эпĕ мĕнешкел чипер! Эсĕ маншăн таçти вирьял хĕрне мантăн. Эпĕ сан пек ăслă та, талантлă та мар, çапах эпĕ ытарайми чипер; эс ман умра асапланни, хăвна ху кĕçĕне хуни мана савăнтарать кăна. Эпĕ çак самантпа киленетĕп, урăх мана ним те кирлĕ мар. Курса юл мана куç тулли…”
— Хуса çит, вара…— терĕ те Муза, вара мĕн пулассине каламасăрах, йĕлтер туйисемпе хытă тĕртсе, анаталла ярăнса кайрĕ.
Алмазов ун хыççăн ăнтăлчĕ.
Хăлхасенче сивĕ çил шăхăрать, питрен туратсем çапкалаççĕ. Каччă ниме те пăхмасть, ним те туймасть, ним те шутламасть — Муза хăварнă йĕлтĕр йĕрĕпе анаталла ыткăнать. “Вара, вара”…— тет çеç вăл хăй ăшĕнче.
Иккĕшĕ те вĕсем çĕмрен пек вĕçсе пыраççĕ, хăйсен умĕнчи чăнкă çыра та курмаççе. Акă Муза, çыран хысакне çитсе, аялалла тăрăнса кайре те ахăлтатса кулса ячĕ. Алмазов та, ун çине пырса кĕрсе, такăнса ÿкрĕ — хăрах йĕлтĕрĕ вĕçерĕнсе çырма тăрăх анаталла шуса кайрĕ, Музăн йĕлтĕрĕсене хуса çитрĕ, туйисем аяккалла ывтăнчĕç. Анчах кусем ăна-кăна пăхмарĕç, ыталанчĕç те ÿкнĕ сулăмпа çырма тĕпнелле йăванса анчĕç. Çырма тĕпĕнче Алмазов яштах сиксе тăчĕ те, кăтăкланă евĕр кулакан Музăна, пĕчĕк ачана çĕкленĕ пек çĕклесе, кăкăр çумне пăчăртарĕ. Çав самантра вăл хĕрĕн çемçе сивĕ питне те хаклă йышши духи шăршине çеç туйрĕ, чĕри васкаса тапнине те шăнкăрав пек янăракан куллине çеç илтрĕ. Муза сасартăк кулма чарăнчĕ, Алмазова мăйран ыталаса илчĕ те сывламасăр чуп тума тытăнчĕ. Каччă хĕре пăчăртаса тытнипех утма тăчĕ, анчах, хăрах йĕлтĕртен такăнса, темле майсăр çаврăнса ÿкрĕ. Çав самантра вăл, Музăн чакăр сивĕ куçĕсене тинкернĕ май, урăх куçсене, “ан ман мана” текен чечек тĕслĕ ăшă куçсене аса илчĕ те ытамне вĕçерчĕ, анчах хăюланса кайнă Муза ăна тата хытăрах ыталарĕ, унăн куçĕсенче темле хытă кăмăл, кÿлешÿ хĕмĕ палăрчĕ. Алмазов вара, тек чăтаймасăр, хĕре хăй çумĕнчен тĕртсе ячĕ, сиксе тăма хăтланчĕ те — йынăшса ярса ÿкрĕ: унăн фронтра аманнă ури мăкăлтанчĕ пулас.
Пĕчĕк ача та çапла мар-и? Ăна хитре теттепе астар — вăл вара ура айĕнче мĕн пулнине те курмасть, такăнса ÿксе аманичченех хавхаланса чупать, çав çĕмрĕличчен çеç лайăх, çиелтен кăна хитре теттепе вылясшăн ăнтăлать.
Çамрăклăх
Иккĕмĕш пайĕ
Виççĕмĕш пайĕ
Ял-йыш
Сывалман сурансем
Йелтĕр йĕрĕ
Çамрăклăх
Тăваттăмĕш пайĕ
Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,
Çĕршывăн хастар ачисем,
Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,
Ан юлăр кун-çул уттинчен.
Çеçпĕл Мишши.
Çыннăн пурнăçĕ, шухăшĕ-ĕмĕчĕ, хуйхи-суйхи, савăнăçĕ халăх пурнăçĕпе, халăх шухăшĕ-ĕмĕчĕпе, халăх хуйхи-суйхипе, халăх савăнăçĕпе пĕр пулсан — çав çын вара телейлĕ; çав çын вара хăй çак çĕр çинче усăсăр пурăнманнине, хăйĕн ĕçĕ, пĕчĕк пулин те, халăха кирлине, халăх ĕçĕ хăйшĕн чи хисеплĕ ĕç пулнине питĕ лайăх пĕлсе тăрать; уншăн вара халăхран уйрăм ĕç — пĕчĕк ĕç, халăхран уйрăм савăнăç — пĕчĕк савăнăç, халăхран уйрăм телей — пĕчĕк телей; вĕсем нумая пыраймĕç, пĕр-пĕччен чуна, нумаях ăшăтаймĕç.
Пĕччен вут пуççи кăмакара та сÿнет, темиçе вут пуççи уйра та çунать, теççĕ вырăссем. Вилсен те пĕччен выртмалла ан пултăр, çăва çинче те йышпала выртмалла пултăр, тенĕ сĕм авалтан пĕччен пурнăçа ылханнă чăвашсем.
Салампи çакна кăçал питĕ лайăх ăнланчĕ, фермăра вăй хурса ĕçленĕ хушăрах халăх хушшинче те тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеме тăрăшрĕ, хăйне парторганизаци е комсомол организацийĕ хушнисене тĕрĕс туса пычĕ, пăрахăçа кăларнă зоотехникă занятийĕсене йĕркеллĕ, эрнере иккĕ ирттерме тытăнчĕ. Юрмалиат кĕнеки тăрăх вулакансен конференцийĕ ирттернĕ чух доклад турĕ, ĕне ферминче ĕçлекенсем хушшинче агитатор пулчĕ. Хăй çынсен пурнăçне хутшăннă пекех, ун пурнăçне те ыттисем хутшăннине туйса хĕпĕртерĕ вăл. Хăйĕн пурнăçĕнче, пĕчĕк Валерик пекех, Саланов та, Борисов та, Лена та, Казаков та, Маруçпа Таруç та, ыттисем те пысăк вырăн йышăннине Салампи кунтан кун уççăнрах кура пуçларĕ.
Лена Михайловăна комсомол оргăнизацин секретарьне суйланăранпа ялти çамрăксем самаях хастарланчĕç, колхозра тимлĕрех ĕçлеме тытăнчĕç, агрозоокружок занятийĕсене, лекцисене, спектакльсене ытларах çÿре пуçларĕç. Фермăра та ĕçсем лайăхланчĕç. Анчах Павăл Шамбулкин малтанхиллех ĕçкĕпе супма пăрахмарĕ, Маруç та Салампипе Лена çине малтанхи пекех шурă куçпа пăхкаларĕ.
Салампие пурте алă çинче çĕклесе çÿреме хатĕр, ун çинчен райхаçатра та ырласа çыраççĕ, пухусенче те ăнах ырă ятпа асăнаççĕ. Ытлашши нимех те туман-ха, ара,— тет çатăртатса Маруç.— Пирĕн чухлĕ ĕçлесе пăхтăр-ха пĕрре! Янтти çине, çын çине, килсе кĕчĕ-ха. Çăмăл, терĕ пуль, выльăх таврашĕнче ĕçлеме! Ĕçлемен мар эпир, сахал мар çи-пуç пĕтернĕ кунта тертленсе, ара.
— Ара пулмасăр,— тет Таруç та, тусĕпе килĕшенçи пулса, çапах хăй чунĕпе Салампи еннеллех туртăнать.
Чăн, Салампи пĕччен ним те туман-ха, Маруçпа Таруç та унран юлсах каймаççĕ. Анчах Салампи кирек мĕнле ĕçе те хăй малтан пуçарса тăвать, ăна кура вара ыттисем те тăрăшаççĕ. Вăл фермăна киличчен çамрăк пăрусене çирĕм кунтан тин пăхма илетчĕç, унччен вĕсене ĕне сăвакансем пăхи-пăхми усратчĕç, çавăнпа амăшай пăрусенчен чирлекелени те, хушăран вилни те пулкалатчĕ. Салампи ĕне пăруланă кунах кашни çамрăк пăрăва пăхма дояркăсене пулăшма тытăнчĕ. Пĕр эрнерен вара пăрăва уйрăм витене куçарать те çирĕм кунччен ăна амăш сĕчĕпе тăрантарать, вăйсăртарах пăрусене çирĕм пилĕк куна çити амăш сĕтне ĕçтерет.
— Ĕç кунне хапсăнса çапла хăтланать, дояркăсенчен ĕç кунĕ туртса илесшĕн, ара,— тет Маруç, ун пирки çатăртатса, анчах Салампи пăхнă пăрусем тасарах, тĕреклĕрех ÿснине курать те хăй те Салампи пек ĕçлеме тытăнать.
Малтан ĕне сăвакансем те, пăру пăхакансем те амăшай пăрусене сĕт ĕçтернĕ чухне ним те тиркесе тăмастчĕç; йÿçĕхе пуçланă сĕт-и, чирлĕрех ĕне сĕчĕ-и е ют ĕне сĕчĕ-и — тытатчĕç те ĕçтеретчĕç, çавăнпа пăрусене вар витти еретчĕ, хăш-пĕр пăрусем нишленсе каятчĕç. Салампи каллех хăйне евĕрлĕ ĕçлеме пуçларĕ.
— Кĕнеке çинчи пек тăвасшăн, ара, институтра вĕреннĕ мар-и. Наукă çынни, темерĕн! Пире кĕнекепе хăратаймăн: хамăр лайăх пĕлетпĕр,— тет Маруç кăмăлсăррăн; çапах хăй, Салампирен курса, çĕнĕлле ĕçлеме тытăнать.
Павăл çартан таврăнсанах фермăра питĕ çирĕп йĕркеччĕ, тасаччĕ. “Штоп ман патăмра порядок, как в танковых частях, пултăр!” — тетчĕ Шамбулкин. Ун чухне дояркăсем те, телятницăсем те шап-шурă халатсемпе çÿретчĕç. Павăл ĕçлеме тытăннăранпа çав йăла пăрахăçа тухнăччĕ, хуралса пĕтнĕ халатсем чăланта выртатчĕç. Салампи ĕçе тухсан иккĕмĕш куннех хăй халатне çуса тăхăнчĕ, ăна курса Лена та вăтана-вăтанах шурă халат тăхăнчĕ, унтан — Таруç, кайран вара Маруç та: “Ытти хĕрсенчен эп мĕнрен кая”,— текелесе, шап-шурă халатпа çÿре пуçларĕ. Пăру пăхакансене курса, дояркăсем те ĕне сума шурă халатсемпе туха пуçларĕç.
Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн, кунтан кунах Салампи, хăйĕн хĕр-тусĕсене хавхалантарса, çĕнĕлле ĕçлеттерме тытăнчĕ.
Фермăри пĕтĕм ĕç пур пĕрех ÿсмест-ха, ĕне витинче те, пăру витинче те йĕрке пулсах çитеймест; кунта пурне те хушса итлеттерекен, ăс парса вĕрентекен, ятлă-сумлă, çирĕп çын çукки сисĕнет.
Шамбулкина пухусенче те ятлаççĕ, фермăри хĕрсем те ăна куллен вăрçаççĕ, анчах ĕçке ернĕ качча нимĕн те пулăшаймасть вăл кунсерен хĕрĕнкĕ: “Кончал!” — тесе çÿрет.
“Пăсăлчĕ пирĕн Павăл, шыв ĕçнĕ чух та çĕршер грамăн ярса ĕçет. Мĕншĕн кĕртрĕç-ши ăна пĕрех хут çав верăма, пуçлăх мар чухне лайăх ĕçлетчĕ ача. Халĕ пÿртлĕх хатĕрленĕ пĕренисем те çаплах выртаççĕ, Павăл пÿрт лартасси çинчен шутламасть те, лапчăк пÿртрех намăс курса пурăнатпăр”,— тет иккен амăшĕ.
—Павăл, ара! Вăл та çитмест, ку та çитмест, мĕншĕн правленире каламастăн мĕн туянмаллине?! — теççĕ ăна фермăра.
—Пулать, пулать, йăмра çулçи йăмăкăмсем! Халех каятăп та майласа килетĕп. Порядок в танковых частях! — тет те Шамбулкин ялалла тухса уттарать. Каçа хирĕç вара ÿсĕр таврăнать, фермă пÿртне кĕрсе выртса, ним пĕлми “хуп турттарать”.
—Павăл, сана вут хутмасăрах сĕрĕм тивнĕ тем? — терĕ ăна пĕрре Салампи, лешĕ çапла “хуп турттарса” выртнă чух.
Шамбулкин харлаттарма чарăнчĕ те салтакла хăвăрт сиксе тăчĕ, гимнастеркине туртса тÿрлетрĕ.
—Кончал паян эпĕ, вырăслати хĕрĕ! — терĕ вăл, айăплăн кулкаласа, хĕрлĕ çÿçне пÿрнисемпе туранçи пулса.
Павăл ашшĕ-амăшĕпе Салампи ашшĕ-амăшĕ ĕлĕкренпех хурăнташлă пурăннă, çавăнпа Шамбулкин Салампие “вырăслати хĕрĕ” тет, ун амăшне “вырăслапи” тет. Те ачаранпах хаяр хресна амăшĕнчен хăраса ÿснĕрен Павăл Салампирен те именет.
—Кончал, вырăслати хĕрĕ, ан ятла!
—Эх-х, Павлуша! Ху лавккаран ăшăнса килтĕн те ĕнтĕ, выртатăн киленсе кăмака çумĕнче. Пăру витинче, ав, сивĕ, шыв шăнать.
—Тулта ăшă чухне витере те ăшă пулать,— шÿтлеме тăчĕ Павăл.— Лавккара ăшăнни пирки йăнăшатăн, вырăслати хĕрĕ, эпĕ “çуттине” юратмастăп: чĕрене касать вăл. “Ан шарли” питĕ лайăх, услам çу пекех çемçе. Лешне, малтан тухнине, пĕр-икĕ стакан хăрнлаттаратăн та — мунча кĕрсе тухнă пек, пĕтĕм çан-çурăм канса, чун-чĕре уçăлса каять.
Шÿт май килменнине Павăл хăй те сисрĕ, хăй çине Салампи хĕрхенсе пăхнине асăрхарĕ те кулмасăр каларĕ:
—Пур пĕрех халĕ маншăн, Салампи, илтетĕн-и? Хулана кайса завода кĕретĕп. Кăлараççĕ мана ĕçрен. Борисов пулать ман вырăна, партсобранире коммунистсем çапла йышăннă. Ĕçлесе пăхчăр-ха пĕрре. Эп кун чухлĕ ĕçленĕ, çитет, ĕçлемен мар — пĕтĕм ял пĕлет! Вăрçă хыççăн ĕнисене вĕренпе çакса тăрататчĕç, апат çитместчĕ — хам килтине патăм, пÿрт лартма тесе укçа пухнăччĕ, ăна та апат илме патăм. Ун чухне: “Шамбулкин патриот” тетчĕç, халĕ:
“Шамбулкин — эрех-паттăр! Шамбулкин зазнался!” Сыснался! Хăйсем ĕçлесе пăхчăр. Сăмахпа шурă пÿрт лартма та йывăр мар…
Тултан Маруçпа Таруç шавласа кĕнине илтсен, Павăл шăпланчĕ. Салампи васкаса тулалла тухрĕ. Хĕрсем кĕрсенех Павăл: “Кончал!” — терĕ те кăмака сакки çине тăсăлса выртрĕ.
—Саламписемех мĕн турĕç ăна! Çавсемех сана ĕçрен кăлармалла мĕн турĕç! — терĕ вĕтĕлтетсе Маруç, алăкран кĕнĕ-кĕменех.— Çавсем виççĕшĕ: Салампи, Лена, Коля сан çинчен стена хаçачĕ çине тăрăхласа çырчĕç, пĕтĕм ял кулли турĕç сана, Саламписемех…
Маруç каласа та пĕтереймерĕ, хулăн тутине çăм тутăр вĕçĕпе хупларĕ. Павăл яштах сиксе тăчĕ те тула илтĕнмеллех кăшкăрса гăкрĕ:
—Хо-оп!.. Хоп карма çăварна! Салампи çинчен ман умра пĕр япăх сăмах та каланă ан пултăр! Илтрĕн-и? Пĕлместĕр-ха эсир ăна, йĕп çăрти чухлĕ те пĕлместĕр! Эсĕ акă мана, хăвна, ыттисене тирке, анчах ăна… Çын куçĕнчи çÿппе лайăх куратăр. “Сысна хăй курпунне пĕлмест”, тени чăнах-мĕн…
Шамбулкин тарăхнипе пÿлĕнчĕ, урăх ним те калаймарĕ, вара сак çине ĕшеннĕ çын пек тĕшĕрĕлсе ларчĕ те çÿçне тăрмаласа илчĕ, пĕр хушă шарламарĕ, унтан салхуллă саспа хушса хучĕ:
—Эх, хĕрсем, хытă сăмахшăн каçарăр, тарăхнипе каларăм. Суккăр-çке эсир, Салампи мĕнлине курмастăр… Асли асли пек пултăр — вĕрентсе калатăп сире: юратăр ăна, пĕтĕм чун-чĕререн юратăр. Ун йышши çын вăл ĕçре те, вĕренÿре те, пурнăçра та, пĕлессĕр килет пулсан, юратура та — çирĕп çын. Чунĕ мĕнле! Чăн-чăн этем вăл! А эпĕ… эпĕ… кончал!..
Шамбулкин, пуçне аллисемпе тытса, сак çине ÿпне выртрĕ те урăх сасă памарĕ.
Салампи пăру витине, кĕнĕ чух Павăл пÿртре хĕрсене кăшкăрнине илтрĕ, вара тата хытăрах пăшăрханчĕ. Ÿсĕр каччă ун асĕнчен тухмарĕ.
Вăрçă пĕтсенех Шамбулкин салтакран таврăнчĕ те пĕр канмасăр, тÿрех, колхозра ĕçлеме тытăнчĕ. Часах ăна фермă пуçлăхне лартрĕç. 1946 çулхи çуркунне фермăра выльăх апачĕ пĕтсе çитрĕ — çуртсем çине витнĕ çĕнĕрех улăма сÿмелле, йăмра турачĕсем касмалла пулчĕ; вăл çулхине нумай çурт тăрри, нумай йăмра тăрри çарала-çарала юлчĕ.
Çав çулхине Борисовпа ялти коммунистсем пуçарнипе колхозниксем хăйсен ытлашши тыррине, утине колхоза кивçен пачĕç. Павăл та икĕ лав вăрман ути, çуртри улăмĕ, укçа пачĕ. Чăнах, фермăшăн тăрăшман мар ĕнтĕ вăл, чунне парса ĕçлерĕ. Часах ун çинчен хаçатсенче çыра пуçларĕç. Анчах каччă, хăй сисмесĕрех, тем хушăра мăн кăмăлланчĕ, майĕпен правлени хушнине итлеми пулчĕ, хăй ирĕкĕпе ĕçлеме, фермăра хăй йĕркипе аппаланма пуçларĕ, хуллен-хулленех ĕçке ерсе кайрĕ, такамран: “Кончал!” теме вĕренчĕ. Вăл комсомолец та мар, коммунист та мар. Ăна правлени ларăвĕнче те, коммунистсен е комсомолецсен уçă пухăвĕнче те асăрхаттараççĕ, ятлаççĕ. Павăл тÿрленме сăмах парать, чăнах та, пĕр-ик эрне лайăх ĕçлет, ĕçмест, анчах пĕр-пĕр пасар кунĕ е уявра “лешне” тутанса пăхать те, хăй калашле, “шалта хурчĕ йăшăлтатма пуçлать” вара унăн… Салтакран килсенех кĕнеке вулама юрататчĕ вăл, Салампирен тек-текех лайăх кĕнекесем ыйтса илетчĕ. Халĕ кĕнеке енне çаврăнса та пăхмасть, хаçатсене те: “Хам çинчен карикатурă тухман-ши?”—тесе çеç пăхкалать: зоотехникă кружок занятийĕсенче кулкаласа çеç, ирĕксĕртерех тенĕ пек ларать, лекци хыççăн вара вĕçĕ-хĕррисĕр ыйту парать, анчах мĕн те пулин ыйтса пĕлес теçе мар, лектора тăрăхларах ыйтать; кино е спектакль курма та сахал çÿрет, клуба пырсан та: “Кĕçĕр кампа ĕçме каймалла-ши, кунта ун пеккисем нурши?”—тесе çеç пыркалать. “Ун пеккине” тĕл пулсан, тÿрех Маруç инкĕшĕ патне тухса сулланаççĕ. Лере вара — таçтан тупнă “аншарли”, çыртмалăх пĕр-икĕ шăл сухан, киревсĕр сăмах-юмах, ăс-вăйпа мухтанни, пĕр-пĕрне кÿрентерни, илемсĕр шухăшсем… Ирхине Павăл хăйĕнчен хăй вăтанать, амăшне куçран пăхаймасть, чĕтреме ернĕ аллисемпе аран-аран хырăнать, çăвăнать, çимесĕрех фермăна тухса утать. Ун пек чухне вăл килте шăрпăк та хускатмасть, урам алăкне тултарнă юра та хырмасть, кĕрт урлах ашса çÿрет, пÿртлĕх хатĕрленĕ пĕренисем те юр айĕнчех выртаççĕ. Фермăна каясси вара уншăн — килтен тухса сулланас сăлтав çеç. Çул çинче ăна таçтан ĕнерхи тусĕсем тĕл пулаççĕ те “святой вода шывĕ ĕçсе çылăх каçарттарма” чĕнеççĕ. Павăл хăй ăшĕнче кусене тарăхать те, тав тăвать те; каяс мар, каяс мар, тет хăйне хăй, анчах урисем лавкканаллах утаççĕ…
Фермăна пырсан вара ĕç шухăшĕ мар унăн: “Кончал!” тет те кăмака сакки çинче ыйха туртать. Каçхине каллех— таçтан тупнă “ан шарли”, пĕр-икĕ шăл сухан, каллех киревсĕр сăмах-юмах, ăс-вăйпа мухтанни, пĕр-пĕрне кÿрентерни, илемсĕр шухашсем. Каллех Павăл пĕртен пĕр юррине урмăшнă сасăпа кăшкăрать:
Вăр-ман-ти тă-ма-ни Ка-айăк ма-ар-и?
Кар-та-ри ка-ча-ки Вы-ыльăх ма-ар-и?
Павăла ун пек чухне ан çулăх. “Эп ĕçлемен-и? Колхозшăн тăрăшман-и? Пĕтĕм ял пĕлет!” — шавлать вăл мухтанса. Ун пек чухне вара уншăн ĕçкĕ пурнăçра чи ырри пек туйăнать, ĕçмен çынсем çине вăл йĕрĕнерех пăхать: “Эрех ĕçмен, чĕлĕм туртман арçынтан хĕрарăм шăрши кĕрет”,— тет кăшкăрса. Ирхине вара каллех хăйĕнчен хăй вăтанать, ÿкĕнет, хуйхăрать, каллех пĕр хушă хĕрсе кайса ĕçлеме пикенет. Салампи фермăна ĕçе кĕрсен, Павăл пĕр вăхăтра çапла тăрăшса ĕçлерĕ. Унтан каллех фермă енне пăхми пулчĕ.
Пĕрре, хура кĕркунне, Салампипе Шамбулкин хушшинче хирĕçÿ пулса иртрĕ.
Вăл кун колхоз заготскота выльăх ăсататчĕ. Салампи тулта ĕç пĕтернĕ хыççăн фермă пÿртĕнче кĕнеке вуласа ларатчĕ. Ун патне Лена чупса кĕчĕ те:
—Салампи, тух-ха часрах, Мерчене илсе каяççĕ,— терĕ хыпăнса.
—Кам илсе каять, ăçта? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Салампи.
—Шамбулкин, ара! Заготскота илсе каять, аша пама. Ăратлă вăкăрсăр урăх выльăх çукчĕ-им уншăн? Атя-ха часрах, тен, сана итлĕ, мана яхăнне те ямасть.
Салампи фуфайкă уртрĕ те Михайлова хыççăн чупса тухрĕ, вăкăр вити патне ыткăнчĕ.
Самăрланса çитнĕ вăкăра ĕне витинче тытма çук, вăл алăк урлуççине мăйракипе хирсе уçма, çÿхе хăмаран çапса тунă алăка çĕмĕрсе тухма вĕренчĕ, çавăнпа ăна уйрăм витере усраççĕ. Ăна халĕ Салампи пăхать.
Хĕрсем вите патне çитнĕ çĕре шалта вăкăр хăрушшăн мĕкĕрни, такам тискер сасăпа çухăрса яни илтĕнчĕ. Кĕçех уçă алăкран икĕ патвар çамрăк сирпĕнсе тухрĕç, унтан аллине пăяв тытнă Шамбулкин тулалла ывтăнса кайрĕ, пĕр-икĕ хут пуç хĕрлĕ çаврăна-çаврăна ÿкрĕ. Алăк анинче Мерченĕн мăйракаллă пуçĕ курăнчĕ. Хăватлă вăкăр, пуçне пĕксе, херелнĕ куçĕсемпе ÿсĕр Павăл çине хаяррăн пăхрĕ, малти урипе çĕре кукалесе илчĕ.
Салампи вăхăтра çитме ĕлкĕрчĕ. Вăл урса кайнă вăкăра мăйĕнчен шăлса йăпатма тытăнчĕ.
—Мерчен! Мерчен! Лăплан, янаварăм! — текелесе, вăкăра майĕпен йăвашлатрĕ, каялла чакарчĕ те вите алăкне хупса, çаклатса хучĕ.
—Ой-ой-ой! Хуçрĕ пулас аяк пĕрчине!
Шакбулкин йынăшкаласа ура çине тăчĕ те вите патнелле тайкаланса утрĕ.
—Юрать-ха мăйраки çине каска тăхăнтартрăмăр, чутах вĕлеретчĕ вĕт. Ой, ах!.. Ну, тек ăна фермăра тытмастпăр, пур пĕрех вăл кама та пулин тĕксе вĕлерет. Халех тытса касмăклатпăр! Атьăр, ачасем, ан шикленĕр хам пур чух,— терĕ те фермă пуçлăхĕ, аллинчи пăявне йăлмакласа, алăк умне пычĕ.
—Кĕртместĕп, ямастăп!—терĕ Салампи, ун çулне пÿлсе.— Мерчен халиччен никама та тĕкмен. Тарăхтармасан, тивмест вăл. Ан пыр эсĕ, Павăл, ÿсĕрпе ун çывăхне, эрех шăршине тÿсеймест вăл. Памастăп эпĕ сана вăкăра сутма!
—Но! Но! Эсĕ кунта кам аслине манатăн пулас, студенткă! Халь кăна килсе кĕтĕн-ха фермăна, аллуна лайăххăн вараласа курман, сан кĕнекÿсем çинчи мар кунта,— терĕ те Шамбулкин, хĕр çине сăмакун шăршипе сывласа, ăна хулĕнчен кăштах тĕртрĕ.— Пăрăн, чиперкке, алăк çумĕнчен, пур пĕрех эс тăвас тенĕ пек пулмасть…
Салампи сăнĕ сасартăк хаярланса кайрĕ, чарăлнă куçĕсенче кăвак хĕлхем ялтăртатса илчĕ.
—Сирĕл çумран!—кăшкăрчĕ сасартăк хĕр, вара икĕ аллипе те ÿсĕр йĕкĕте кăкăрĕнчен тĕртрĕ.
Павăл тайăлса кайрĕ, ÿкес мар тесе виç-тăват утăм каялла чакрĕ те, малалла ыткăнас вырăнне, ахăрса кулса ячĕ.
—О-о-ха-ха! Вăкăртан та хытăрах тĕртетĕн-çке эсĕ? Кăкăр шăмми хуçăлчĕ пулас. Çапла çапăçма хулара вĕрентрĕç-им? Ун пек марччĕ-çке эсĕ, хăçан улшăнтăн? Халиччен кун пекки, рядовой телятницă фермă пуçлăхне хĕнени пулманччĕ-ха историре.
—Ахăрах, пурĕ пĕр вите çывăхне ямастăп! — тесе, Салампи алăка çăрапа питĕрсе илчĕ те уççине хĕве чикрĕ.
—Хăлха пуçран иртеймĕ! Çăрине ăна халех лумпа çапса салататпăр,— терĕ тилĕрсе кайнă Шамбулкин. Вăл, чăнах та, таçтан лум тупса та тухрĕ, анчах вите патне çитеймерĕ — ăна Лена хыçалтан пырса тытрĕ.
—Тытăр, хĕрсем, мĕн çав эрех паттăра пăхса тăратăр! — тесе кăшкăрчĕ вăл.
Пырса çитнĕ ик-виçĕ дояркă Павăла çавăрса илчĕç те çĕре пусса ÿкерчĕç, лумне туртса илчĕç. Каччăсем çак мыскарана аякран пăхса, ахăрса кулса тăчĕç.
—Халех правление чупатăп. Ан ярăр хĕрсем ăна! — терĕ Салампи.
—Чупах, — хăрăлтатрĕ Павăл, хĕрсем айĕнчен тухма тапаçланса.— Эпир кун пирки Яшмановпа хăйпе калаçса татăлнă… Ярăр, хĕрсем! Мĕн эсир, уртăр-им?..
—Ан ярăр ăна, хĕрсем!.. Яшманов итлемесен, райкома пĕлтеретĕп,— терĕ те Салампи правление чупрĕ…
Яшманов ун сăмахне сиввĕнреххĕн итлесе ларчĕ-ларчĕ те:
—Председателе хирĕç пырасшăн-им эсĕ?—терĕ кĕскен.
—Ма хирĕç?
—Мерчене аша пама эпĕ хам килĕшрĕм,— терĕ председатель. Тĕкекен вăкăр ял хушшинче тем инкек те тума пултарать.
— Хăйне йĕкĕлтемесен, тĕкмест вăл, тата халь мăйраки вĕçне татрăмăр, каска тăхăнтартрăмăр. Питĕ ăратлă вăкăр вĕт, колхозра урăх ун пекки çук,— хĕрÿленсе каларĕ хĕр.— Эсир те хута кĕмесен, Федор Иваныч, мĕн вара, райкомах пĕлтерес-им?
Тарăхма пуçланă Яшманов кулса ячĕ.
—Тăхта-ха, тăхта-ха эсĕ. Пур кирлĕ-кирлĕ маршăн райкома чăрмантарар мар-ха, ял кулли пулар мар… Эпĕ хам та, хам та васкарăм пулас, Шамбулкин каланине ĕнентĕм… Тен, эсĕ тĕрĕс те калатăн пуль… Кала, эппин, кала Шамбулкина, ан тĕкĕнтĕр вăл вăкăра, ун вырăнне урăххисене патăр, урăххисене. Хаяр та иккен эсĕ, йăваш кăна мар… Акрам йăхне тÿрех сисетĕп. Аçу çаплаччĕ, аçу çаплаччĕ,— терĕ председатель, хальхинче хаваслă кулкаласа…
Ик-виçĕ кун хушши “рядовой телятницă” çĕнтернĕ “фермă пуçлăхĕ” хăюллă хĕре сăмах хушмасăр çÿрерĕ, хăйне намăслантарнă вăкăр еннелле вара шăмарса çеç пăхкаларĕ. Майĕпен вăл хăй айăпне ăнланса илчĕ те лăпланчĕ, пĕр хушă чиперех ĕçлерĕ, унтан каллех тем хушăра йĕркерен тухрĕ.
Савнийĕ куллен япăхса пынине кура Таруç сисĕнмеллех улшăнчĕ, пусăрăнчĕ, тăрăшарах ĕçлеме пуçларĕ. Юлашки вăхăтра вăл сахал калаçса кулакан пулчĕ, янкăс тумланма пăрахрĕ, кролик çăмĕнчен çыхнă кăвак тутăрне
куç çинерех антарса лартать те Салампин тахçанхи юррине хуллен юрлакаласа çÿрет. Савнийĕ час-часах ĕçсе ÿсĕрĕлни, каçсерен Маруç инкĕшĕ патĕнче улах тупи çамрăк хĕре кăçал хĕлле сахал мар çунтарчĕ.
Юлашки кун Павăл фермăна тăр урă пычĕ. Вăл хăнтăрлă хура кĕрĕкпе, хÿра çĕлĕкпе, аллисене кĕсъерен кăлармасăр, ытти чухнехи пек шÿтлемесĕр, Борисова фермăра мĕн пуррине кăтартса çÿрерĕ.
Таруç хăйĕн савнине херхенсе те хурланса сăнарĕ. Павăл унпа тахçантанпах калаçас тесе калаçмасть пулсан та, Таруç ăна манаймасть, пушшех асапланса юратать. Тем пек пулăшĕччĕ вăл ăна, анчах чунсăр каччă ун енне çаврăнса та пăхмасть.
Каçхине хĕрсем пурте фермă пÿртĕнчеччĕ, Павăла ĕçрен кăларни çинчен кашни хăйне май шавласа ларатчĕç. Пĕрисене Борисов каллех фермă заведующийĕ пулни савăнтарать: вăл заведующи пулнă чух фермă нихçанхинчен те лайăхчĕ, районĕпе пĕрремĕш вырăнтаччĕ, халĕ ак… Теприсене Павăла шел: мĕн тесен те, унпа чухне хаваслăччĕ, тем тума та юратчĕ, фермăри йĕркесĕрлĕхшĕн, тепĕр тесен, Шамбулкин пĕччен айăплă марччĕ. Хĕрсем çапла тавлашнă вăхăтра Шамбулкинпа Борисов килсе кĕчĕç.
—Çапла, Григорий Петрович,— терĕ Павăл алăкран кĕрсенех.
Борисов чĕнмерĕ.
Вĕсем тулта мĕн калаçнине, Шамбулкин мĕншĕн: “Çапла”, тенине Таруç ун чухне, тем пекех пĕлес тесен те, пĕлеймерĕ, вара пушшех хурланчĕ. Вăл парторганизаци секретарĕ халех фермăри çынсене пуçтарса калаçасса кĕтрĕ, анчах Борисов пуху пухас шут тытмарĕ пулас, хура куçĕсене вылятмасăр, кашнин çине тинкерсе пăхрĕ те сасартăк йăлл! кулса ячĕ.
—Ну, паянтан пĕрле ĕçлеме тытăнатпăр,—терĕ. Вара, аманнă урине кăштах сĕтĕрсе, стена çумĕнчи сехет умне пырса тăчĕ. Пурте сехет çине пăхрĕç, пурне те лайăх мар пулса кайрĕ.
Койкăсем те, тумбочкăсем те, сĕтелсем те, урай та таптасах, тÿшек çиттисем те, чÿрече каррисем те чăлт шурă. Анчах, пыл каткине тикĕт тумламĕ ярса пăснă пек, пÿрт илемне çак сехет пăснине пурте халь тин асăрхарĕç. Вăл сехет Павăл ĕçке ернĕренпе чарăннă та чалăшса кайнă, ăна никам та тÿрлетсе яман, тасатман; вăчăринчен такам тем пысăкăш çăра çакса пăхнă, сехет пур пĕр кайман.
Борисов пысăк çăрана вĕçертсе шкапа хÿчĕ, сехетне шăлса-вĕрсе тасатрĕ, тÿрлеткелерĕ те каллех çакрĕ. Темиçе уйăх юрăхсăра тухса ларнă сехет чип-чиперех шаккама пуçларĕ. Пурте вара çăмăллăн сывласа ячĕç…
Çав каç Павăл пĕрремĕш хут киле таврăнман, Маруç инкĕшĕ патĕнче çĕр каçнă, терĕç…
Усал хыпар урхамах мар, ăна нимле йĕвенпе те тытса çăварлăхлаймăн; вăл ирхине-ирех тахăш пÿртрен пушă витрепе пĕрле çăл патне çитет те вара тулли витресемпе пĕрле кашни киле саланать, утмăл ураллăскер, пур çĕре те çитме ĕлкĕрет.
Таруç çав усал хыпара çăл патĕнче илтрĕ те хăйне мăшкăлласа чулпа пенĕн туйрĕ, сасартăк такам пуçран çапасран хăранă пек, темле хутланчĕ, пĕчĕкленсе кайрĕ, пуçне усрĕ, тутăрне куç çинерех антарчĕ те витрисене йăтса килелле васкарĕ. Кил картине кĕрсенех витрисене пусма вĕçне лартрĕ те пахчари улăм купи патне чупса тухрĕ, купа çумне таянса, макăрса ячĕ. Куççульпе тăвăннă ăш-чикĕ кăшт уçăлсан, лăпланчĕ, пĕр хушă хăй çакăнта мĕншĕн выртнăшăн тĕлĕнчĕ, çемçе чунлă пулнăшăн хăйне хăй ятларĕ, анчах вăрçă вăхăтĕнчи кунсене, Павăл çырăвĕсене, кĕрхи улах каçĕсене аса илчĕ те, каллех пĕчĕк ачалла хурланса, сасăпа макăрчĕ. Вара йăлтах уçăлчĕ, хăйне сивĕ çапнине сиссе, сиксе тăчĕ.
Ял çинче ытлашши сас-чĕвĕ çук, ирхи сывлăшра çуна сасси кăчăртатни илтĕнет тата урамра Маруçсен сысни, çанталăк часах ăшăтас çуккине сиснĕскер, улăм çыртса, çухăрса чупать; мăрьесенчен шурă тĕтĕм юпаланса хăпарать; кăн-кăвак таса тÿпере, питĕ инçетре, самолет, шурă тĕтĕм кăларса, пĕр сасăсăр вĕçет, тĕтĕмĕ вара сапалансасирĕлсе каймасăр, çурхи юр çине хĕрсем пир тĕрки сарнă евĕр, тăсăлса, шуралса пырать.
Çак самантра Таруç хăй Салампи çинчен калама юраман сăмахах каланине аса илчĕ, анчах, хăйĕнчен хăй вăтаннипе, ун пирки шухăшласшăн пулмарĕ. “Сивĕ пуль çав летчике”,—терĕ вăл, чунне хытарсах самолет çинчен шутланçи пулса. Чĕри пур пĕр ăна итлемерĕ. “Ав çав улмуççи айĕнче Салампи çакнашкал хурланса макăрчĕ,— каллех хăйĕнчен хăй вăтанса аса илчĕ Таруç,— ун чухне Маруçпа çак купа хыçĕнче кулса тăтăмăр, çын куççульне ним вырăнне те хумарăмăр. Кайран фермăри хĕрсене кула-кула каласа кăтартрăмăр, Салампи хăйĕн савнийĕ хыçĕнчен мĕнле чупнинчен, мĕнле макăрса выртса юлнинчен тăрăхларăмăр. Акă халĕ хама çаврăнса çитрĕ. Мĕн тери айăплă эпĕ ун умĕнче!”
—Каçар мана, Салампи! Эпĕ сан умăнта питĕ айăплă,— терĕ кайран пăру витинче Таруç кÿршĕ хĕрне,— Шупашкартан сан патна темле каччă килсе кайни çинчен эпир, Маруçпа иксĕмĕр, сăмах сартăмăр. Малтан ят сарнишĕн те эпирех айăплă… Каçар, Салампи, эпĕ халĕ урăх ним калама та пĕлместĕп ĕнтĕ, хăть мĕн ту мана… Эпĕ те, сан пекех, телейсĕр! — Таруç чăтса тăраймарĕ, Салампие ыталаса илчĕ те макăрса ячĕ.
—Ан йĕр, Даша,— терĕ Салампи, ăна йăпатса.— Телей курасси малашне-ха иксĕмĕрĕн. Хăвна ху телейсĕр вырăнне хума нимле сăлтав та çук санăн. Мана телейсĕр вырăнне ан хур. Эпĕ — телейлĕ! Чăн калатăп сана, эпĕ телейлĕ! Мана урăх ним те кирлĕ мар.
Çав кунтанпа Таруç яланах Салампипе ĕçлеме, унпа пĕрле калаçса çÿреме тăрăшрĕ. Пĕччен тăрса юлнă Маруç пĕр хушă тусĕсем çине куç хÿрипе çеç пăхкаларĕ, анчах ушкăнтан уйрăлса юлнине сиссе, Салампи майлă çаврăнма пуçларĕ, майĕпен вăл хăй те Салампие хисеплеме тытăнчĕ. Ку акă мĕнле пулчĕ.
Григорий Петрович Борисов, Шамбулкин ĕçне хăй çине илсен, чи малтанах выльăх пăхакансене кÿршĕ колхозри фермăна илсе кайса кăтартма, унти ĕçсемпе паллаштарма шут тытрĕ. Экскурсинчен килсен, Борисов зоокружок занятийĕнче “Малалла” колхозри пĕтĕм çитĕнÿсем çинчен каласа кăтартрĕ. Лена унти телятницăсен ĕçĕпе паллаштарчĕ.
Маруç вăл каçхинех хăй мĕн-мĕн курнине мар, “тĕлĕнмелле избач Шалтайкин” çинчен çеç каласа тусĕсене култарчĕ:
—Ара, вĕсен те ытлашши нимех те çук-иç, пăру витисене таса тытаççĕ ĕнтĕ — пĕр çавă анчах. Избачĕ вара, ну, пулнă та пулнă ĕнтĕ! Çĕр те пĕр ялта ун пеккине тупаймăн. Кулса вар хытатчĕ пуль çав тĕлĕнтермĕш этемрен. Вăл пирĕнпе пĕрле фермăра пулчĕ те кашни япала çинчен ăнлантармассерен доклад тума пуçлать, ача. Хăй халь те авланман, тет, ара.
—Степанова,— хушрĕ ăна Борисов,— эсир Шалтайкин çинчен мар, унти фермăри йĕркесем çинчен тата хамăр фермăри йĕркесем çинчен халăха каласа кăтартăр.
—Ара, халех-и?—терĕ Маруç, хăраса ÿксе.— Лена
та каласа пачĕ-иç? Тата манран мĕн доклачĕ пултăр, эпĕ Шалтайкин мар-çке!
—Халех мар, ыран клубра агрозоотехникă кружокĕн
членĕсене пухатпăр, вăт çавăнта тĕплĕ каласа парăр, халăха хăвăр ĕçĕрпе паллаштарăр: эсир фермăра вунă çул ĕçлетĕр, сирĕн каламалăх пур.
Халиччен халăх умĕнче тухса калаçман хĕре кун пек сĕнÿ савăнтарчĕ те, хăратрĕ те. Вунă çул хушши ĕçленĕ çĕрте, паллах, каласа кăтартмалли нумай. Маруç тăрăшман мар, вунă çул хушшинче темиçе çĕр пăру пăхса ÿстернĕ, колхозри ăратлă ĕнесенчен чылайăшĕ вăл пăхса ÿстернĕскерсем. Çакăн çинчен каласси — савăнăç. Анчах мĕн каламалла? Мĕнрен пуçласа мĕнпе пĕтермелле? Ку вара— хăрушă.
Халиччен Салампирен ним ыйтманскер, ун умĕнче нихăш енĕпе те хăйне пĕчĕкке хуманскер, Маруç каçхине Салампи патне тетрадь йăтса пычĕ те доклад çырмашкăн пулăшма ыйтрĕ. Иккĕшĕ вара фермă çуртĕнче çур çĕрчченех çырса ларчĕç. Тепĕр каçхине Маруç клубра хăйĕн ĕçĕ çинчен, ыттисен ĕçĕ çинчен конспект тăрăх каласа пачĕ.
—Эпир “Малалла” колхозри выльăх пăхакансемпе ăмăртатпăр. Халлĕхе вĕсем пирĕнтен малта пыраççĕ. Вĕсене çитес тесен, пирĕн нумай вăй хумалла-ха. Хам эпĕ пĕтĕм вăйран ĕçлеме сăмах паратăп. Хамăр колхозра выльăхчĕрлĕх ĕрчетмелли плана хампа пĕрле ĕçлекен телятницăсене те ăмăртса ĕçлеме чĕнетĕп,— тесе пĕтерчĕ вăл сăмахне.
Павăл хальхинче пĕр ыйту та памарĕ, чĕнмесĕр ларчĕ. Лена ашшĕпе тепĕр виç-тăват çын ыйтнине хирĕç Маруç чиперех тавăрса каларĕ.
—Ну, мĕнле, май килчĕ-и?—тесе ыйтрĕ вăл, Салампи патне пырса.
—Лайăх каларăн.
—Ах, ачам, Шалтайкинран култăм та куласса, çăмăл мар иккен халăх умĕнче калаçасси! Нихçан тухман тар тухрĕ, ачам. Спаççипах сана, Салампи!
Çав каçхине Маруç клубра нихçанхинчен те нумайрах, купăсçăсене ывăнтаричченех ташларĕ, тепĕр кунне фермăра пуринчен малтан ĕçлеме тытăнчĕ. Çав каçранпа вăл Салампи çине кĕвĕçсе пăхма пăрахрĕ, унпа йĕркеллĕ калаçма, çывăх пулма тăрăшрĕ, хăй сисмесĕрех кунтан кун Салампипе туслашса пычĕ.
Хĕрсем хушшинче чăн-чăн ăмăрту пуçланса кайрĕ. Эрне хушшинче пăру вити çĕнелнĕ пекех пулчĕ: телятницăсем
вите урайне кунсерен кусарпа хырса çăваççĕ, пăрусем айне сарнă улăма кунне иккĕ улăштараççĕ, вараланнă пăрусене ăшă шывпа çуса, щеткăпа тасатаççĕ.
Районтан кулленех килсе тăракан Казаков вĕсене ырларĕ:
—Маттур, хĕрсем! Капла эсир “Малалла” колхоз телятницисенчен иртсе каятăрах!
—Вĕсенчен юлас пур — пурăнас та мар çĕр çинче, ара! — сăмах тавăрчĕ Маруç, зоотехнике хирĕç кулкаласа.
—Ас тăвăр эппин, вĕсенчен юлсан — качча каймасăрах вилмелле ан пултăр,— шÿтлесе илчĕ Казаков.— Колхозра сирĕн пек пуян хĕр те çук вĕт: мĕн чухлĕ тырă ĕçлесе илетĕр! Халь те евчĕсем канăç памаççĕ пуль-ха?
Казаков шÿтлесе калани чăн пулчĕ: çав кун Турикасран Анаткаса евчĕ килнĕ-мĕн.
Салампи, тул çутăличченех тăрса, витери кăмакасене хутса ячĕ, пăрусене сĕт ăшăтса ĕçтерчĕ, валашкасене, тазсене çурĕ, пăрусен айĕнчи улăма улăштарса сарчĕ, вите урайнĕ çуса тухрĕ, вара пÿрте кĕрсе канма выртрĕ. Кăнтăрлахи апата киле таврăнмарĕ, Ленăн яшкине сыпкаларĕ те каçхи заняти валли конспект çырчĕ. Киле каçа хирĕç тин таврăнчĕ.
Тăвайккинче çунашкапа ярăнакан Валерик ăна аякранах асăрхарĕ, хаваслăн кăшкăрса хирĕç чупрĕ.
—Мама! Мама! Эпĕ чăнкă çĕртен ярăнтăм, Маруçсен Мишки хăрарĕ, ярăнмарĕ ман хыççăн,— терĕ ача, тем хаклă хыпар пĕлтернĕ пек савăнса.— Мама, лар, сана та çунашкапа ярăнтарам! Мама, лар!
Салампи ун кăмăлĕшĕнех, кĕрĕк аркине пуçтарса тытса, пĕчĕк çунашка çине майлашса ларчĕ, Валерике чĕрçи çине вырнаçтарчĕ. Иккĕшĕ çырманалла ярăнса анчĕç те юр кĕрчĕ ăшне чăмрĕç, хăвăрт сиксе тăрса, ахăлтатса кулса силленчĕç. Пĕчĕк Валерик Салампи çинчи юра силлеме тăрăшрĕ, унăн юр ăшне путнă калушне тупса пачĕ.
—Мама, лар, эпĕ сана туртса çитеретĕп, эсĕ ывăннă. Кукам калать, эсĕ фермăра питĕ нумай ĕçлетĕн, тет. Çулла пĕчĕк тынашкисене пăхма эпĕ те санпа пĕрле уя тухатăп, çапла-и? Ун чухне сана пăрусем хăвалама пулăшатăп. Çапла-и, мама?
—Çапла, çапла, ывăлăм! Эсĕ мана туртаймастăн, лар, хăвна туртса каям,— терĕ те Салампи ачана çунашка çине
лартса туртрĕ. Ниçта кайса кĕрейми савăннă Валерик пĕр чарăнайми калаçса пычĕ.
—Мама, сана ют яла илсе каясшăн. Эсĕ каймастăн-и, мама? Кукампа пĕрле лайăх, мама, кай ют, яла, юрĕ-и?
—Кам илсе каясшăн?—кулçа ыйтрĕ Салампи.
—Пĕр усал хĕрарăм килчĕ илсе кайма. Хăй хĕп-хĕрлĕ, пирĕн сакайĕнчи хĕрлĕ кăшман пек, тутăрĕ те хĕп-хĕрлĕ. Эпĕ вăл калаçнине йăлтах ăнланаймарăм, кукам йăлтах ăнланчĕ, вара ăна: “Тухса кăй пирĕн патран!” — терĕ. Эп те каларăм: “Тухса кай пирĕн патран!”—терĕм. Кайрĕ вара…
—Кăм килчĕ, анне? Валерик: хăна килсе кайрĕ, тет? — ыйтрĕ Салампи килте.
Яшка антаракан амăшĕ малтанах шарламарĕ, унтан тарăхнă сасăпа каларĕ:
—Çÿреççĕ çав сĕтĕрĕнсе!.. Турикасран Маруç инкĕшĕн аппăшĕ килчĕ, Варук. Иккĕшĕ те пĕр майлах çав! Тупăннă…
—Мĕн çăмăлпа килнĕ?
—Хăтана янă ăна.
—Каччи мĕнлескер вара, хăйшĕн хăй калаçайманскер?
—Аслă шкул пĕтернĕскер, тет. Ахаль, тем тесе мар та, “евчĕ пекех намăссăр” тени чăн иккен. “Ун пек каччă таврара шыраса та тупас çук,— тет çак ăçтиçукскер,— миниçтăр пек тумланса çÿрет, вырăсла анчах калаçать, юрлама пăттихвон пек юрлать çав!” — тет. “Кам таврашĕ апла вăл, унашкалскер?”—тетĕп те: “Ара, Вирьял Кирилли ывăлĕ. Кирилли вăл пурăнма ÿркенчĕ, тахçанах анкарти хыçне кайрĕ те, кусем халь иккĕшех пурăнаççĕ, амăшĕпе иккĕшех, хай леш çĕпеттакăльри Сенттер ятлă каччă пекех ĕнтĕ, каснă-лартнă Сенттер пек маттур каччă, пурнăç çынни, пысăк шалу çиес çын”,— тет. “Кирилле ывăлне, Левене, ăна лайăх пĕлеп-ха, амăшĕпе час-часах курса калаçкалатпăр: вăл та ман пекех чирлĕрех асапланса пурăнать те, тухтăра кайсан, курмассерен ывăлне тиркесе калаçать: “Мĕнле хĕр юраттăр-ши ăна? Халиччен пуртă аври те лартса курман-çке вăл! Ялта яклашка та, килте— муклашка, янкăсланса çÿреме çеç пĕлет, тесе ÿпкелешет”— тетĕп. Евчĕ такамшăн та тупăшма хатĕр мар-и? Питĕ пултараканскер пулмалла хăй: кĕпи-йĕмне те, авалхи йăлапа, тÿнтерле тăхăнса килнĕ. “И-и, ун пек, Вирьялов пек качча тиркесен вара!”—тет.— “Качча тиркекен хĕр урçана лекнĕ, теççĕ. Пире, хĕрарăма, ар умĕнче артаклă пулни килĕшет. Хĕрĕ те ĕнтĕ, тем тесех каламастăп та, ача тунă ят илтрĕ ĕнтĕ. Институтра вĕреннĕ чухне те пĕр артистпа савăшса пурăннă, Теççĕ”,— тет. “Камран илтрĕн?”—тетĕп те: “Ара, мăнакка херĕ каларĕ; вăл суяс çын мар, вăл хăй те институт пĕтернĕскер Салампие лайăх пĕлет. Çавă каларĕ”,— тет.
—Ма шăпăрпа хăваласа кăлармарăн ăна пÿлĕмрен? — терĕ Салампи, чунтан тарăхса.
—Халĕ те ĕнтĕ шăпăрпа хăваланă пекех кăларса ятăм. “Ан çÿре пушар чанĕ пек янăраса. Çамрăксен хăйсен ăсĕирĕкĕ, хăйсенне хăйсемех пĕлеççĕ пуль, халь авалхи мар!” — терĕм.
Çав каçхине Салампи стена çумĕнчи пĕр пысăк сăн ÿкерчĕкне — Алмазов, Вирьялов, Муза, хăй пĕрле ÿкернине — вĕçерсе илчĕ те Валерике выляма пачĕ. Алмазов портретне те вĕçерсе илчĕ вăл, анчах ун çине пăхса тăчĕтăчĕ те, шăлса тасатса, каяллах çакса хучĕ.
Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче фермă пÿртĕнче Салампипе Лена иккĕшех радио итлесе ларатчĕç — Борисовпа Казаков килсе кĕчĕç.
—Салам, хĕрсем! Шăпах сире шыраттăмăр, улаха лекрĕмĕр иккен,— шÿтлесе илчĕ Казаков.
Лена ăна, шăпланма ыйтса, репродуктор еннелле кăтартрĕ.
Казаковпа Борисов, чĕрне вĕççĕн пусса, малалла иртрĕç те Мускавран паракан чăваш юррисене тулли кăмăлпа итлесе ларчĕç.
—Калаçмалли пурччĕ сирĕнпе,— терĕ Борисов, концерт пĕтсен.
—Калаçар эппин,— шÿтлĕрех каларĕ Лена.
—Серьезный разговор,— терĕ Казаков вырăсла.
Салампи репродуктора калаçма чарчĕ.
—Сире нумай агитацилеме кирлĕ мар, хăвăр лайăх чухлатăр,— хĕрсене куçран пăхса калама пуçларĕ Борисов.— Акă мĕнле ĕç: кĕске вăхăтрах пирĕн ĕне ферми тупăш парас енĕпе “Малалла” колхоз фермине хуса çитмелле. Чи малтанах, сĕт суса илессине ÿстермелле.
—Эпир…
—Тăхта, Михайлова. Эсĕ мĕн каласшăнне пĕлетĕп. “Эпир телятницăсем, пирĕн ĕнесемпе ĕç çук”, тесшĕн эсĕ. Шăпах çакăн пирки малтан сирĕнпе калаçса пăхма шут тытрăмăр. Эсир — телятницăсем çеç мар. Чи малтанах, эсир — комсомолкăсем. Пухусенче çеç мар, ĕçре те сирĕн ытти çамрăксенчен малта пулмалла. Акă мен: эпир Казаковпа иккĕн канашласа пăхрăмăр та сире вăхăтлăха пĕрер ĕне пăхма сĕнес, терĕмĕр.
—Пăрусем вара?..
—Ан пăшăрхан, Акрамова. Пăру пăхас ĕç халлĕхе япăхах мар. Ĕне вити пăрусенчен таçта çухрăмра мар, юнашарах.
—Салампие хăрать теменччĕ вара,— шÿтлесе илчĕ Казаков.
—Çук, эпĕ хăраса мар, пĕлес тесе çеç ыйтрăм.
—Итлĕр эппин. Эсир пĕрер ĕне хăвăр алла илетĕр те пĕр виçĕ эрне вĕсене наукă хушнă пек тĕрĕс тăрантарса, уçăлтарса, пăхса усратăр. Йăлт наукă хушнă пек пулмалла. Эсир вăл ĕнесене мĕнле пăхса усранине кашни кун Казаков та, хам та сăнаса тăратпăр. Виçĕ эрне хушшинче ĕнесем сире хăнăхса çитме, сĕт ÿстерме тивĕçлĕ.
Хĕрсем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç те чĕнмерĕç.
—Дояркăсем пире ĕне пама килĕшеççĕ-и вара? Ĕç кунĕ катăлать-çке вĕсен?—иккĕленсе ыйтрĕ Лена.— Ĕç кунĕ пирки мĕнле, Григорий Петрович?
—Çавăнпа, сирĕнпе, комсомолкăсемпе, ыттисемпе калаçиччен малтанрах калаçса пăхма шут тытрăмăр,— терĕ Борисов.— Дояркăсем, паллах, хăйсен ĕç кунне каттарма, сире ĕне пама килĕшес çук, хирĕçÿ тухма пултарать. “Хамăр пăхма пултараймастпăр-и?” — теççĕ вĕсем. Анчах дояркăсен кашнин вуншар ĕне, вĕсем пурне те лайăх пăхасшăн тăрăшаççĕ. Пирĕн вĕсене, мĕн тесен те, сĕт тухăçлăхне кĕске вăхăтрах ÿстерме май пуррине кăтартмалла. Акă мĕн: малтанлăха пĕр-икĕ ĕнене илсе опыт тăвас тетпĕр.
—”Малалла” колхозра та малтан çапла туса пăхрăмăр,— сăмах хушрĕ Казаков.— Питĕ лайăх тĕслĕх пулчĕ.
—Ĕне пăхнăшăн сире ĕç кунĕ пулмасть,— çирĕп сасăпа каларĕ Борисов.— Ытлашши ĕç кунĕ çырса пама ман правă çук. Хăвăр шутласа пăхăр.
—Мĕн шутламалли пур, эпĕ килĕшетĕп,— терĕ Салампи.
—Эпĕ те пĕр ĕне пăхма килĕшетĕп,— пĕлтерчĕ Лена.
Хĕр-тантăшсем хăйсем пăруран пăхса ÿстернĕ ĕнесенех
илчĕç.
Пăру пăхас ĕç халĕ виçĕ эрнелĕхе Маруçпа Таруç çине ытларах тиенчĕ. Вĕсем кăшт хирĕçлекелерĕç те лăпланчĕç. Салампипе Лена пăрусем таврашĕнче те тимлерĕç.
Акрамовăпа Михайлова уйрăм пăхма пуçланă ĕнесем малтанхи эрнере сĕт чакарни пĕтĕм ял-йыша паллă пулчĕ. Казаков наукинчен малтан Шамбулкин, унтан ыттисем те кулма пуçларĕç.
—Тупăннă ученăйсем! Пĕри вунă çул вĕренчĕ, тепри вун тăваттă-и çав? Ĕне учителĕсем! Эпир вĕренмесĕрех сĕтлĕ-çуллă пурăннă, икшер ĕне сунă,— тесе çатăлтатрĕ ирсерен çăл умĕнче Маруç инкĕшĕ.
—Тăхтăр акă, тăхтăр, хăвăрах курăр! — лăплантарчĕ зоотехник хĕрсене.— Ĕнесем халĕ çĕнĕ йĕркене хăнăхиччен çапла сĕт чакараççĕ, уншăн хăраса ÿкмелли çук. Тепĕр эрнерен улшăну пулмаллах — хăвăрах курăр.
Ленăпа Салампи ĕнесене Казаков вĕрентнинчен ним пăрăнмасăр пăхрĕç: вăхăтра çитерчĕç, шăварчĕç, уçăлтарчĕç, тасатрĕç, сурĕç. Иккĕмĕш эрнере вĕсен ĕнисем сĕт хушрĕç, виççĕмĕш эрнере чи сĕтлĕ ĕнесенчен те ирттере пуçларĕç.
—Кашни ĕнене малашне çакнашкал, наукă хушнă тăрăх пăхмалла! — терĕ Борисов дояркăсене.— Вара тепĕр икĕ уйăхран “Малалла” колхоз фермине хуса çитетпĕр.
Акрамовăпа Михайлова комсомолкăсен пархатарлă ĕçĕ çинчен Казаков районти хаçатра çырса кăларчĕ.
Ĕне ферми çирĕп, шанчăклă алла лекрĕ. Григорий Петрович Борисов кунти ĕçсене тĕрĕс йĕркелесе ячĕ, çынсене ĕçре куллен хавхалантарса пычĕ. Вăл ĕçлеме тытăннăранпа ĕне ферми майĕпен уралана пуçларĕ.
Вырсарникун комсомолецсем, воскресник йĕркипе, вăрмантан шкул вутти кăларчĕç. Кăнтăрла тĕлне вĕсем ĕç пĕтерчĕç.
—Вихтăр,— терĕ Салампи амăшĕ шкул патĕнче çуна çинчен вутă пушатакан Мурзаева.— Вăрманта пирĕн пĕрикĕ лав пек вутă пурччĕ. Çавна илсе килме лашуна памăн-ши?
—Мĕн лаша парасси,— тавăрчĕ лешĕ,— халех хам кÿрсе паратăп. Вутти, пĕлтĕр хатĕрлени, шултра, Салампипе иксĕр пур пĕрех çуна çине йăтса хураяс çук. Ак Кольăпа халех тиесе килсе паратпăр. Коля! Çавăр лашуна, Саламписен вутти патне каятпăр!
Салампишĕн тем тума хатĕр Коля çавăнтах лашине çавăрса та тăратрĕ.
— Эпĕ хатĕр,— терĕ вăл.— Вутти хăш тĕлтерех, чĕрĕкне ăçта купаланă?
—Салампи пĕлет пуль, хам пĕлместĕп çав, хам эп килтен тухса курман та,— пăшăрханса каларĕ карчăк.
—Халех пулать!—терĕ те Вихтăр, çуна çине тăрса, фермăналла çил пек вĕçтерчĕ… Тепĕр сехетрен икĕ тулли лав Саламписен кил картине килсе те кĕчĕ.
—Йăлт юман вутти — икерчĕ пĕçерме, сăра тума лайăх,— терĕ Вихтăр хавасланса.— Хушăран ак мăрье тасатмалăх ăвăс вутти те пур, тата купăста йÿçĕхсе пăсăласран каткана ăвăс пуленки ярсан лайăх пулать, теççĕ. Салампи амăшĕ, пар пăчкă, халех татса хуратпăр, çурмаран кăна татмалла, час пулать.
—Кирлĕ мар, кирлĕ мар, Вихтăр, хамăрах таткалăпăр ăна, пуррине,— хирĕçлерĕ Салампи.
—Ан калаç, пăчкă пар,— терĕ ытлашши калаçма юратман каччă.
Салампи амăшĕ лашасене витене леçме кайрĕ, каччăсем вутă татма тытăнчĕç. Часах Ленăпа Таруç килсе кĕчĕç, вĕсем те тепĕр пăчкă тупса татма пуçларĕç. Фермăран таврăнакан Казаков уксахласа килсе кĕчĕ те шÿтле-шÿтле вут çурма тытăнчĕ. Кил картинче ĕç вĕресе кайрĕ. Пăчкăпуртă сасси, шÿт, кулă…
—Эй, комсомоли! Еçлетĕр эппин?—илтĕнчĕ урамран ÿсĕр сасă. Пурте ун еннелле çаврăнчĕç. Таруç хĕрелсе кайрĕ.
Карта урлă Шамбулкин сиксе кĕчĕ. Хура вăрăм кĕрĕкне йÿле янă, çĕлĕкне чалăш лартнă.
—Мĕн эсĕ, кашкăр пек, алăк пур çĕртех карта урлă сиксе кĕретĕн! —кăшкăрса тăкрĕ ăна халь çеç лаша витинчен таврăннă карчăк.
Павăл, ăна курсан, кăштах шикленчĕ.
—Кончал, вырăслапи! Ан ятла.
—Ятлама мар сана, урхалăхпа пилĕкÿ урлă пĕр-иккĕ туртăттăм та — çук ĕнтĕ, сак урлă выртнă чухне хĕнейменнине сак тăрăх выртакан пулсан тин хĕнеймĕн. Урам купăсĕ пек, урам тăрăх янăраса çÿретĕн. Мĕн юрри халь, уяв мар чух! Эх, ывăлăм, ывăлăм! Ял хушшинче нĕрне ярса çÿретĕн, фермăран кăларнăранпа ĕçетĕн, мĕн илемĕ ку? Пăх-ха ху çине!
—Ма, вырăслапи? Мĕнрен япăх?
—Халăх хĕрсе ĕçлет, эсĕ пур…
—Ма? Эпĕ минимум тултарнă — çитет!
—Хĕрсенчен вăтанасчĕ кăшт! Эх, ачам!
—Эсĕ ăна ытла ан ятла-ха, мамашă, пуртă тупса пар, вутă çуртăр,— терĕ кулкаласа Казаков.
Вихтăр, сăмах хушмасăр, хăйĕн тусне пуртă тыттарчĕ. Павăл кĕрĕкне хывса пăрахрĕ те ывăç тупанĕсем çине сурчĕ.
—Эх! Парăр мана туратлăрах муклашка! Кайăр^аяккарах! Эх, çак муклашка вырăнĕнче пулас пулсанчче пĕтĕм хуйхăм-суйхăм!—терĕ те каччă мĕн пур вăйпа пуртине сулса ячĕ — туратлă юман муклашка шалтах çурăлса кайрĕ, çуркамĕсем аяккалла сирпĕнчĕç.
—Эх! Çак муклашка вырăнĕнче пулас пулсанччĕ пĕтĕм хуйхăм-суйхăм! — Муклашкасем çине-çинех шалт та шалт çурăлса ывтăнма пуçларĕç.
Вихтăрпа Коля, Ленăпа Таруç мăшăрланса татаççĕ. Шамбулкинпа Каваков çураççĕ, Салампипе амăшĕ вутă сыпписене сарай çумне купалаççĕ, тем пекех савăнса ÿкнĕ Валерик те çавăнтах тĕрткеленсе çÿрет: “Мамăна çăмăлтарах пултăр, мамăна пулăшатăп”,— тесе, пĕрер сыппăн вутă çĕклет.
Тĕттĕмленсен тин ĕç пĕтрĕ.
—Порядок в танковых частях! — терĕ Шамбулкин, юлашки муклашкана çурса пĕтерсе.— Гвардеецсем, перекур тăвас! Алла юн анчĕ, тата çурас килет, вăйăма ниçта чикме çук.
—Ыран фермă валли вутă кăларма атя, унта вăйлисем кирлĕ. Ахăракан ăйăр акара лăпланаканччĕ,— тĕртсе илчĕ Вихтăр.
— Кăна эсĕ пуш пичке ăшне кĕрĕслеттернĕ пекех персе ятăн вара,—тавăрчĕ сăмахшăн кивçене кайман Павăл.— Пĕлнĕ пулăр: фермăшăн тек пĕр утăм та тумастăп, çитет! И вообще! Ман умра фермă çинчен ан асăнăр. Çакăнса вилнĕ çын çемйинче пăяв çинчен калаçмаççĕ.
—Ан тавлашăр-ха каллех,— чарчĕ вĕсене Салампи амăшĕ,— пÿрте кĕрĕр, пÿрте кĕрĕр!
Ленăпа Таруç фермăна кайрĕç, каччăсем пирус туртса ячĕç те шалти пÿлĕме кĕрсе ларчĕç. Салампи вĕсене домино пачĕ:
—Кăштах выляса ларăр-ха, хĕрсем фермăран таврăниччен,— терĕ.
Хĕрсем таврăниччен вĕсем сехет те ытла выляса ларчĕç, икĕ хутчен пирус туртма тула тухса кĕчĕç.
Таруç пĕчченех килсе кĕчĕ. Вăл капăр тумланнă: шурă хăнтăрлă кĕрĕкĕ айĕнчен хĕрлĕ пурçăн платйĕ арки курăнать.
—Ленăпа Маруç килеймеççĕ, киноччен ĕç пуçтарас, теççĕ, кĕçĕр фермăра кино пулать,— пĕлтерчĕ Таруç, хăй савнийĕ çинелле куç хÿрипе пăхса илчĕ. Ах; илтмерĕ теçке лешĕ ун сăмахне: каласса уншăн çеç каланăччĕ.
—Мĕнле фильм?—Павăлшăн ыйтрĕ Вихтăр.
—”Çамрăк гварди”. Малтан киножурнал пулать.
Пурте кино курма каяс терĕç, Павăл çеç сăмах хушмарĕ. “Борисов халăха кинопа илĕртме пуçларĕ иккен! Кинопа выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеймĕн!” — шухăшларĕ вăл тарăхса; çакна юлташĕсене те калама хатĕрччĕ вăл, анчах хăй фермă заведующийĕ пулнă чухне выльăх-чĕрлĕх пăхакансемшĕн сахал тăрăшнине аса илчĕ те — шарламарĕ. Çак самантра вăл Борисов çинчен кăна шухăшларĕ.
Григорий Петрович паян ирех вĕсен килне пырса кĕчĕ. Павăл тăрса пит çăвиччен вăл пĕр пирус туртса ячĕ. Сăмаха тÿрех мар, ытарлă пуçларĕ.
—Павлуша, çĕркаç аннÿ пирĕн пата пырса ларчĕ те эсĕ хулана каясси çинчен пĕлтерчĕ. Пÿртлĕх хатĕрленĕ пĕренесене сутса каятăн пулать.
Павăл хĕрелсе кайрĕ.
—Хам хатĕрленĕ…
—Колхоз сахал пулăшрĕ-им сана? Йывăçне вăрмантан кам кăларса пачĕ? Комсомолецсем ниме туса кăларчĕç. Виктор Мурзаев сахал тăрăшрĕ-и саншăн?
—Тус вăл.
—Тус пулсан, хулана каясси çинчен унпа канашларăн-и? Мĕн терĕ?
—Унран ыйтса тăмаллаччĕ-им? Çарти мар…
—Эх, танкист, танкист! Хăвăн совеçÿнтен ма ыйтмарăн-ха эппин? Йывăр вăхăтра пире пăрахса каясшăн-çке эсĕ? Колхоза ура çине тăратас тесе, пĕтĕм ял-йыш тимлеме пуçларĕ. Эсĕ — кунĕн-çĕрĕн мухмăрла. Кампа ĕçетĕн? Туй та, уяв та мар. Еçчен колхозниксем, пурнăç шухăшлă çынсем санпа ĕçсе çÿреççĕ-и? Пăх-ха йĕри-тавралла: пĕрпĕчченех кукăр çулпа утатăн-çке эсĕ, Павлуша.
Икĕ сехет яхăн калаçрĕ унпа парторганизаци секретарĕ. Павăлăн нихçан тухман тарĕ тухрĕ ун умĕнче, мухмăрĕ те иртрĕ, çапах кÿреннĕ каччă хăйĕнчен пур енĕпе те аслăрах çынна тÿрĕ сăмаха пат татса калаймарĕ. Çук, калаймарĕ мар, каламарĕ. Хăйĕн йăнăшне, çитменлĕхне йышăнса куçран ÿкессĕн туйăнчĕ ăна. “Шикленетĕн эппин ху йăнăшна йышăнма, хăратăн! Эх, танкист, танкист! Чăнах та, кампа ĕçсе çÿретĕп-ха эпĕ? Пĕр путлĕ çын та манпа кашни кун ĕçсе çÿрес çук. Паян ак миçе çĕре çитмерĕм — ниçта никам çук: хăшĕ воскреснике тухнă, хăшĕ вăрман каснă çĕрте, теприсем Ямоза фермă валли турантă турттарса килме кайнă. Вара, лавккана кĕрсе, кĕсъери çур литр эрехе продавецпа иксĕмĕрех ăшăтса ĕçрĕмĕр. Пурте хĕрсе ĕçлеççĕ. Эпĕ кăна… Тĕрĕс каларĕ Борисов, ман шухăшах каларĕ. Чунăмпа эпĕ ун майлах-çке, ун пекех, анчах такăнтăм, ак, каллех ĕçсе ÿсĕрĕлтĕм. Кам такăнмасть? Ыр утăн та такăнмасăр пулмасть…” — хăйне хăй тÿрре кăларма тăрăшрĕ Павăл.
Салампи амăшĕ пĕр витре сăра ăсса кĕрсе сĕтел çине лартрĕ, Салампие тусĕсене ĕçтерме хушрĕ.
—Эх, çутти пулсанччĕ çакăнта! Намăссăр хăнана сăрапа хăваласа яраймăн,— теме пикенчĕ Павăл, анчах ăна пÿлчĕç, ятласа иментерчĕç.
Кĕреке курки икĕ хут çаврăнсан, Таруçăн пичĕ платйи тĕслех хĕрелсе кайрĕ, Кольăн та чĕкеç шатри палăрми пулчĕ, Вихтăрăн та чунĕ уçăлчĕ:
—Коля, ан ÿркен эппин, чуп, купăс илсе кил,— терĕ
Купăс тесен тем тума хатĕр Коля çавăнтах тухса чупрĕ.
Вăл каялла килнĕ çĕре çамрăксем юрă пуçлама ĕлкĕрчĕç.
На веселый студенческий ужин Собрались мы сегодня, друзья…
Казаков, тулли стаканне сулкаласа, янăраттарса ячĕ:
Институтра юрланă юрă Салампие хулари тусĕсене, хаваслă студентсене аса илтерчĕ — савăнтарчĕ те, кăшт хурлантарчĕ те, Çĕнĕ çул каçхине çапла Анна Ивановна хваттерĕнче пухăнса юрланăччĕ…
Коля купăса тултанах ахăртса кĕчĕ. Вихтăр ăна çакăншăн вăрçса тăкасшăнччĕ (сивĕрен кĕрсен, купăса кăшт хашлаттарса уçăлтармалла-çке: унсăр чĕлĕхсем тутăхса татăлаççĕ!), анчах вăл хăйĕн тусĕ питĕ салхуллă ларнине асăрхарĕ те ятлаçма шутламарĕ.
Купăс сассине илтсенех Валерик ташша ячĕ, ыттисем алă çупрĕç. Шавланă хушăра килсе кĕнĕ Лена та ташша ячĕ, ăна хирĕç Таруç, хĕрлĕ платйĕ аркине варкăштарса, вĕçсе тухрĕ, вăл савнине кÿрентермелли такмаксем каласа çаптарма тытăнчĕ. Шÿтлеме юратакан Казаков нихçан ташламан Вихтăра туртса кăларчĕ, лешĕ вара, лÿпперĕн силленкелесе, пурне те култарса пĕтерчĕ. Пуринчен те ытлэ Валерик хавасланса, кăшкăрса сикрĕ.
Сăра ĕçтерсе çаврăнакан Салампи кашнинех тимлĕ сăнарĕ: вăл Таруç мĕншĕн тарăхса-хурланса ташланине те, Павăл мĕншĕн салхуланнине те асăрхарĕ, вĕсен кăмăлĕ
çаплишĕн ним чухлĕ те тĕлĕнмерĕ, анчах ăна Коля Лена çине темле ытарайми, ачалла мар пăхни тĕлĕнтерчĕ: “Чăнах та, юрату куçран пуçланать-ши?..” — шухăшларĕ вăл.
Салампи ташланă чух амăшĕ тÿссе тăраймарĕ, макăрнине çын ан куртăр тесе, чăлана кĕрсе тăчĕ. “Çын пулчĕ, çын пулчĕ!” — вăрттăн савăнса йĕрчĕ вăл хĕрĕшĕн.
Ташласа-юрласа çитсен, пурте кино курма каймашкăн тухрĕç, купăс çеммипе юрласа, тăвалла утрĕç. Павăл вĕсем сисиччен йăмра хыçне тăрса юлчĕ, юрă аякра шăплансан тин йăмра хыçĕнчен тухрĕ те килелле утрĕ.
—Анне, ыран ирех вăрат, вăрмана фермă вутти кăларма каятăп,— терĕ вăл амăшне, хывăнса выртсан, анчах çывăрса каяймарĕ. Çак каçхине вăл хăйĕн пурнăçĕ-шăпишĕн нихçан пăшăрханманнине пăшăрханчĕ, Борисов сăмахĕсем пирки нумай шухăшларĕ, хăй йăнăш çулпа пĕчченех таçталла утнине питĕ лайăх ăнланчĕ…
Салампи те часах çывăрса каяймарĕ. Çак каçхине вăл Анна Ивановна сăмахне темиçе хут та хăй ăссĕн каларĕ:
—Чăн, ĕмĕр ĕмĕрлесси — уй урлă каçасси мар: пурăнан пурнăçра тем тĕрлĕ кун та килсе тухать, хура кĕр пек хура хурлăх та пулкалать; çапах та пурнăç хурлăхлă мар, калама çук илĕртÿллĕ!
…Хаваслă тăри çуначĕ çинче килет шыв-шурлă çуркунне, тек вара хаяр сивĕ хĕле кун памасть. Тÿпе кунсерен янкăр таса, кăн-кăвак тăрать; хĕвел хĕртсе пăхать; йăшнă юр лăстăр! туса пусăрăнать, юр ирĕлнĕçемĕн ун айĕнчен тахçанхи йĕрсем тухаççĕ, çуна çулĕ тĕмескеленсех, хуралсах пырать, уй улаланать: сăрт-ту çамкисем, тÿпем вырăнсем хуп-хура; çĕмĕрт, чие, сирень папакĕсем хăмăрланаççĕ, çÿçе кăчки мамăк пек çемçе те шурă; ял çинче хура курак краклатни, путек-сурăх макăрни, çăмарта пуçланă чăхсем кăтиклени, ача-пăча янăрани кунĕпех шăпланмасть; çырмара шыв-шур кĕрлет; уйра тăри, çураки çывхарни çинчен систерсе, хăйĕн пĕртен пĕр “ĕçле-ĕçле-ĕçле-çи” кĕввине шăрантарать.
Çавнашкал илемлĕ çурхи кун Салампи икĕ çыру илчĕ Пĕри пĕчĕк Нинăран, тепри — Владивосток хулинчен. Çыруçи адрес çине уçăмсăр алă пуснăран Салампи ун хушаматне вулаймарĕ. Каллех пĕр-пĕр студент е салтак, пурнăçра ăнсăртран пĕрре курса калаçнăскер, юрату çырăвĕ çырнă пулĕ тесе, вăл иккĕмĕш çырăвне уçмасăрах костюм кĕсйине чикрĕ, Нина çырăвне вара тем пекех васкаса вулама пуçларĕ. Тус-хĕр институтри хыпарсене, экзаменсем
мĕнле пынине пĕлтерет, анчах Салампие халĕ урăххи илĕртрĕ: Алмазов. Ун çинчен çырнине вăл ик-виçĕ хут вуларĕ.
“…Анатолий хĕллехи каникул вăхăтĕнче йĕлтĕрпе ярăннă чух урине хуçнă та уйăха яхăн больницăра выртрĕ. Ун хыççăн вăл консерваторие каймарĕ, кунтах юлчĕ. Вăл больницăра выртнă чух Муза мана пĕрре ун патне илсе кайрĕ. Хăй урăх пымарĕ, эпĕ вара Анатолий патне больницăна час-часах çÿрерĕм. Пур-çук укçампа ун валли парнесем илме тăрăшрăм. Вăл çакна сисрĕ те: “Урăх ман валли ним те ан туян, ху та чухăн, ахаль килсе лар, пĕччен кичем мана”,— терĕ. Салампи, çынна каламанччĕ, сана çеç калатăп, тархасшăн, никама та ан пĕлтер: эпĕ Алмазова тахçанах юрататăп, анчах кăна вăл хăй те пĕлмест, пĕлесшĕн те мар, эсĕ те сисместĕнччĕ çавна. Эпĕ уйшăн мĕн чухлĕ çуннине никам та пĕлес çук. Алмазова урăх эпĕ те, эсĕ те тĕл пулаяс çуккине шанса çеç сана çакна пĕлтертĕм. Халĕ Анатолий инçетре. Пĕр вăхăтра Муза унран пĕр уйрăлми çÿрерĕ: Музăна пĕрмай театра, филармоние илсе кайма, тĕрлĕрен парнесем илсе пама укçа кирлĕрен Алмазов хулари вечерсене аккордеонпа çÿреме пуçларĕ. Пĕрре вăл пирĕн хваттере ÿсĕр пырса кĕчĕ те сан çинчен ыйтрĕ, анчах Анна Ивановна ăна ятларĕ: “Ман шанчăка пĕтертĕн, эпĕ сана пысăк композитор пулатăн пулĕ, теттĕм. Каларĕçха унта мана: сан çĕнĕ юррусене йăлтах тиркенĕ, терĕç”,— терĕ. “Мана халь пур пĕрех, Анна Ивановна, эпĕ ыранах кунтан тухса каятăп. Çĕпĕрти пĕр паллă театра кайса кĕретĕп, çарта пĕрле пулнă тусăм чĕнет”,— терĕ. Çавăнтанпа эпĕ ăна курман. Вăл ăçтине халь никам та пĕлмест. Муза пĕрре пирĕн пата пырса кĕчĕ, ун адресне ыйтса пĕлмешкĕн. Анчах Анна Ивановна ăна хăваланă пекех кăларса ячĕ…”
Пÿртре тăвăр туйăннăран Салампи сада чупса тухрĕ.
Çурхи садра юр кайса пĕтнĕпе пĕрех ĕнтĕ, çереме симĕс тĕс çапнă, анчах çĕр типсе хытайман-ха, пусмассерен ура вырăнĕ пăчăртатса тăрать. Сарай сулхăнĕнче кăшт юр юлнă, вăл та тĕл-тĕл таткаланнă, йĕлтĕр йĕрĕ кăна çаплах сад урлă каçать-ха (пусăрăнса хытнă юр чи кайран кайса пĕтет), анчах вăл та йăшса çитнĕ, кĕçех ирĕлсе каймалла. Салампи çав асран кайми йĕлтĕр йĕрĕ çине чылайччен пăхса тăчĕ, ун чĕринче каллех хурлăх та, кÿренÿ те вăранчĕ. Хăйне хĕрхеннинчен ытларах вăл Пĕчĕк Нинăна хĕрхенчĕ. “Мăнтарăн, акă мĕншĕн вăл Алмазова асăнсанах хĕрелетчĕ, Анатолий пырса кĕрсен, ларма-тăма пĕлместчĕ. Нивушлĕ пире иксĕмĕре те Анна Ивановна шăпи кĕтет-ши?”
Салампи, кĕç-вĕç ирĕлсе яланлăхах çухалас йĕлтĕр йĕрĕпе утса, анкарти хыçĕнчи улмуççи айне пырса тăчĕ.
Фермă çурчĕсем патĕнчи тăвайккинче, симĕслене пуçланă çерем çинче, хĕл каçнă пăрусем выляса çуреççĕ, унтах Маруçпа Таруç, Лена курăнкалаççĕ. Саланов фермă çумĕнчи садра шкул ачисене ĕçлеттерет. Авă, укăлчари тимĕрç лаççинче Павăлпа Вихтăр ĕçлеççĕ, мăлатук сасси çырма тăрăх янăраса каять. Авă, уйра сукмакпа Турикасри шкултан Коля таврăнать. Унăн мăн çулпа утмалла пек ĕнтĕ, анчах вăл, фермă хĕрĕсем патне тухасшăн, типсе çитмен сукмакпах утать. Авă лере, вăрман енчи уйра, Борисовпа Яшманов çÿреççĕ, вĕсем хир пăхма тухнă ĕнтĕ.
Çуркунне!..
Ашă çил Салампин çырă çивĕчĕпе вылять, кăвак платйĕ аркине варкăштарать, питĕнчен лăпкать, çывăхри яштака хырăн типсе хăрнă йĕпписене силлентерет, тăкать.
“Хырăн малтанхи турат вырăнĕсем яланах типсе лараççĕ те палăрми пулаççĕ, хыр вара тата çÿллĕрех ÿсет, çĕнĕ турат хушать,— шухăшларĕ Салампи.— Юрату суранĕсем те çаплах пĕтмеççĕ-ши? Çук, хырăн та хăрнă турат вырăне çиелтен пăхма çеç курăнмасть, касса вартатăн та— турат куçĕ çухалми тăрать.”
Салампи иккĕмĕш çыру çинчен аса илчĕ те ăна, костюм кĕсйинчен ирĕксĕртереххĕн çеç кăларса, вула пуçларĕ. Вырăсла çырнă. Малтанхи йĕркесене Салампи çиелтен çеç пăхса иртрĕ, унтан, сасартăках аçа çапнă пек, шартах сикрĕ, хăй мĕн вуланине те ĕненесшĕн пулмарĕ: Валерик ашшĕ çырать!.. Валерик ашшĕ!.. Ашшĕ…
Салампи çатан карта çумне таянса тăчĕ, малтанлăха ним шухăшласа илме те пĕлмерĕ, кăшт лăплансан тин çырăва тепĕр хут вуласа тухрĕ те хуйха ÿкрĕ.
“Акă вăл килет те тăван ывăлне хăйпе пĕрле илсе каять, эпĕ вара каллех пĕччен тăрса юлатăп… Мĕн кăна тÿсмерĕм уншăн, мĕнле кăна юратмарăм ăна!.. Акă палламан çын килет те ман чĕреме тепĕр хут амантса хăварать… Амантсан-амантмасан та, вăл çын ман пурнăçа каллех тепĕр майлă çавăрса ярать… Кам вăл, мĕнле çын, ман шăпама улăштараканскер?.. Эй, çамрăк ĕмĕрĕм! Тата мĕн курассăм пур-ши?..”
Салампи каялла çаврăнчĕ те пуçне чиксе килелле утрĕ. Çак самантра вăл анкартинчи юлашки юр ирĕлсе пĕтнине, йĕлтĕр йĕрĕнчен ним те юлманнине асăрхамарĕ.
Йĕлтĕр йĕрĕ ĕмĕрлĕхех çухалчĕ, ăнчах… асран каймарĕ.
[…] — саламлă ят” Студентсем Кĕрхи шăнасем “Мама!” Виççĕмĕш пайĕ Ял-йыш Сывалман сурансем Йелтĕр йĕрĕ Çамрăклăх […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] — саламлă ят” Студентсем Кĕрхи шăнасем “Мама!” Виççĕмĕш пайĕ Ял-йыш Сывалман сурансем Йелтĕр йĕрĕ Çамрăклăх […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] — саламлă ят” Студентсем Кĕрхи шăнасем “Мама!” Виççĕмĕш пайĕ Ял-йыш Сывалман сурансем Йелтĕр йĕрĕ Çамрăклăх […]
КилĕштересКилĕштерес