Александр Артемьев: Салампи (2 пай)


Александр Артемьев — профессилле çыравçă, литератор. Шкултан вĕренсе тухсанах вăрçа кайса Германи, унтан Япони хирĕç çапăçнă, темиçе хутчен аманнă. Вăрçă хыççăн Мускаври литература институтĕнчен вĕренсе тухнă… Тĕплĕнрех→


Салампи


Роман 12+

Шупашкар — 1966

Иккĕмĕш Пайĕ

“Салампи — Саламлă Ят”

Ах, яту хитре-çке санăн! Тупса хунă-мĕн такам…

— П. Xусанкай [*].

1945 çул. Кĕркунне.

Вăрçă анчахрах чарăнни кашни утăмра сисĕнет. Хулара та, ялти евĕрлех, шинеллĕ çын нумай, вăй питти арçынсем, çамрăксем — пурте тенĕ пекех шинельпе çÿреççĕ; вĕсен хул пуççийĕсем çинче пакун йĕрĕсем те çухалман-ха. Студентсем хушшинче те çар тумне хывманни сахал мар, фронтран таврăннă каччăсем института полевой сумкăпа çÿреççĕ, портфĕлли сайра курăнкалать. Студентсен йышĕ вăрçăчченхи пек мар: пĕр аудиторинчех вăтам шкултан тин çеç вĕренсе тухнă çамрăкпа юнашар вăрçă хирĕнче тăватă çул пиçĕхнĕ салтак ларать. Студентсен йышĕ чĕлхе тĕлĕшĕнчен те вăрçăчченхи пек мар; унччен кунти аслă шкулсенче чăвашсемпе вырăссем ытларах пулнă пулсан, халĕ ĕнтĕ тем тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан та пур, уйрăмах хĕвеланăçенчек куçса килнисем нумай.

Вăрçă анчахрах чарăнни кашни çын сăнĕнчех курăнать. Кашниех аслă çĕнтерÿшĕн савăнать, тăватă çул пысăк йывăрлăх тÿснĕ хыççăн çăмăллăн сывлать, малалла телейлĕн туртăнать, пысăк ĕмĕтсемпе пурăнать. Çав хушăрах кашнин сăнĕнче вăрçă хăварнă паллăсем пур: хăшĕ çапăçура йывăр аманнă е çывăх тăванĕсене çухатнă, хăшĕ çамрăклах вăрçă асапне тÿссе ирттернĕ е хăй ĕмĕтне çитереймен…

Вăрçă анчахрах чарăнни кашнин пурнăçĕнчех сисĕнет. Студентăн ахаль те кăрăс пурнăçĕнче вăл пуринчен ытларах палăрать.

Салампи хула хĕрринчи йывăç пÿртре, пĕр ватă карчăк патĕнче, хваттере вырнаçрĕ. Унпа пĕрле тата икĕ студенткă. Пĕри — Соловьева Нина — ял хуçалăх институтĕнче зоотехникă уйрăмĕнче вĕренет, тепри — Петрова Нина — педагогикă институтĕнче. Соловьева çарта пулнă хĕр, арçын пек патвар кĕлеткеллĕ, çÿçне те арçынла кастарнă, салтакла çирĕп утать, сăмаха пат тÿрĕ татса калать. Ана, шÿтлесе, Пысăк Нина тесе чĕнеççĕ. Петрова — тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, шурă çÿçлĕ хĕрача, икĕ пĕчĕк çивĕтне хĕрлĕ хăю татăкĕпе çыхса çÿрет. Ку пуринчен те именет, часах хĕрелет, шăппăн калаçать, ют çынсем умĕнче пытанарах ларма тăрăшать. Ана ку çуртра Пĕчĕк Нина тесе чĕнеççĕ.

Хваттер хуçи карчăкĕ Анна Ивановна — утмăлсенчен иртнĕ тулли кĕлеткеллĕ хĕрарăм. Вăл пуринпе те питĕ кăмăллă, тарават, нихçан çынпа хирĕçмест; ялан студентсене хваттере ярса пурăнаканскер, ют çынсене пĕрре-иккĕ курсах хăнăхать, хăй патĕнче тахçан пурăннă студентсене те ас тăвать, вĕсене ырăпа кăна асăнать. Хăй — те вырăс, те тутар, те чăваш; вырăсла та, тутарла та, чăвашла та лайăх калаçать. Тăванĕ-пĕлĕшĕ, ачи-пăчи те пулманран, вăл кашни студентах е студенткăнах тăван ачи вырăнне хума хатĕр, пурăнасса та студентсемшĕн кăна, вĕсен хуйхи-суйхипе, савăнăçĕ-телейĕпе кăна пурăннăн туйăнать. Хĕвел çинче те хура пăнчăсем пур, тенешкел, çак ырă карчăкăн та пĕр айăп пекки пур. Кăнтăрла-и, çĕрле-и — Анна Ивановна яланах кухньăра тĕрмешет: тем пĕçерет, тем ăшалать, тем вĕретет; пĕрмай çиет, пĕрмай ĕçет. Çамрăксем ăна, шÿтлесе, АннăЙăваннă тесе чĕнеççĕ.

Ку хаваслă хваттерте Салампин кăна шÿтлĕ хушамат çук. “Сан яту халь те тĕлĕнмелле ят, авалхи киремет тĕнĕнчен юлнă ят, çавăнпа сана шÿтлĕ ят пама та кирлĕ мар”,— терĕ ăна пĕрре кун пирки Казаков студент.

Хваттерĕ икĕ пÿлĕмлĕ: шалтинче хĕрсем пурăнаççĕ, тепринче, кухньă пеккинче, Анна Ивановна ялан плита умĕнче аппаланать; унта примус кĕрлесе çунни, çатма çинче тем чашкăрса ăшаланни, чашăк-тирĕк шăкăртатни таттисĕр илтĕнсе тăрать; унта кунĕн-çĕрĕн тĕтĕм йăсăрланать, кукар шăрши е ыхра-сухан шăрши сăмсана çурать; алăка уçса хупмассерен йÿçĕ тĕтĕм шалти пÿлĕме те кĕркелет.

Пĕр уйăх хушшинче Салампи хула пурнăçне хăнăхса çитрĕ, нумай студентсене паллакан пулчĕ; яланхи именчĕклĕхĕ те çухалчĕ ĕнтĕ, анчах темле вăтанчăклăх, шавлă çамрăксем хушшинче, палламан çынсем умĕнче именесси, çаплах пĕтмерĕ унăн. “Ытла вăтанчăк-çке эсĕ, Пĕчĕк Нинăран та ытларах вăтанчăк”,— тет ăна хăш-пĕр чухне Соловьева.

Салампи кăшт кăна йăлкăшса кулать те хирĕç чĕнмест. Валерий фронтра вилнине пĕлнĕренпе вăл сахал калаçакан пулчĕ, вăхăтăн-вăхăтăн йывăр шухăша кайса, хăй ăçтине те манать.

Пĕр вырсарникун икĕ Нина ирех магазина тухса кайрĕç, хваттере Салампипе Анна Ивановна иккĕшех юлчĕç. Карчăк кухньăра хăй ĕçĕпе тĕрмешетчĕ, Салампи кĕнеке вуласа ларатчĕ.

—Салам, Аннă-Йăваннă! — илтĕнчĕ кухньăран шăнкăрав пек янăравлă сасă.

Салампи чĕри картах турĕ, институтра пĕр-пĕр лекцие пикенсе итленĕ чух сасартăк шăнкăрав янăрани студентсене çапла шартах сиктерет.

—Хуняму ырă пулать пуль санăн, Муза, шăпах апат çинĕ тĕле çитрĕн салма яшки çиме! — илтĕнчĕ тарават карчăк сасси.

Муза, карчăкпа сăмах вакласа тăмасăр, малти пÿлĕм алăкне шаккарĕ. Вăл хăйне евĕр, пионерсем стройпа утнă чух параппан çапнă пек, алăка икĕ аллипе те тăнкăртаттарса шаккать.

—Кĕрĕр,— терĕ те Салампи, хăйĕн кивелнĕ кофтишĕн вăтанса, хул пуççи çине кăвак çăм тутăр уртса ячĕ.

Муза пÿлĕме çавра çил пек вĕçсе кĕчĕ, ним каличчен тусне ыталаса илсе, ун кăкăрĕ çумне пăчăртанчĕ — кăтра çÿç пайăркисем Салампи пит-куçне сĕртĕнсе кăтăкларĕç; пÿлĕме хаклă духи шăрши сарăлчĕ.

—Фу, каллех сирĕн пÿлĕмре тĕтĕм! Хăçан хутма чарăнать вăл Аннă-Йăваннă? Унăн плити таттисĕр çунать

пулас… Канмалли кун та пÿртре пăчăхса ларатăн-çке, Салампи! Мĕнле йăлăхтармасть сана? Мĕнле роман вулатăн? Кăтарт-ха! Фу! “Шкул тавра сад лартса тăвасси”. Мĕнле кичем мар сана хĕр пуççăн çакнашкал ăслă кĕнекесем вуласа ларма, чăнах та! Тупăннă Мичурин, тепĕр тесен.

—Паян институт садĕнче йывăç лартмалла пирĕн, эпир сад эрни ирттеретпĕр,— терĕ Салампи лăпкăн.

—Сад эрни! Аппаланаççĕ çав ним çукран, чăнах та. Пединститут студенчĕсем иртнĕ çуркунне мĕн чухлĕ улмуççи лартрĕç пуль — пĕри те чĕрĕлмен, теççĕ. Пирĕн патра кăнтăр енчи йывăçсем ăçтан ÿсме пултарччăр! Тупăннă мичуринсем…

Муза тĕкĕр умне пырса тăчĕ те хитрелене пуçларĕ. Вăл Атăл хăви пек çинçе пÿллĕ; кăвак драп пальто, ятне çĕлетнĕскер, хĕр кĕлеткине пушшех илемлĕ кăтартать. Муза ÿт тĕслĕ пурçăн чăлхапа, йăлтăртатса тăран çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа. Çавна курсан, Салампи ирĕксĕрех хăйĕн кивĕ аттисене сак айнерех пытарчĕ.

Муза, хăйпе хăй киленсе, тĕкĕр умĕнче хаваслăн çаврăнкаларĕ, Салампи ун çине куç айĕн кăна пăхса илчĕ. “Янкăс хĕрĕн турăшĕ — тĕкĕр ĕнтĕ…” — шухăшларĕ вăл.

Музăн пичĕ ачаш та шуранка; питне пудрă сĕрнĕрен пуль, хĕп-хĕрлĕ тути йĕкĕр чие çьгрли майлă; тути хĕррисем, яланах кулнă евĕр, кăшт çĕкленсе тăраççĕ, йăлкăшса кулнă чух вара икĕ пит çăмарти пăт путать; куçĕсем йĕтĕн çеçки пек сенкер кăвак; куç харшисене çинçе хăварса, хупхура сăрланă, вĕсем чĕкеç çуначĕ евĕрлĕ; тикĕс кастарнă куç хăрпăкĕсем çÿлелле авăнса тăраççĕ; кĕске çÿçĕ кĕрхи уяр кун хĕвел çинче йăлтăртатакан сап-сарă хурăн çулçи тĕслĕ курăнать.

Салампи, Музăна малтанхи хут тĕл пулсан, çакнашкал сăнлă чиперкке хĕре хăй ăçта курнине аса илме тăрăшрĕ, анчах ниепле те аса илеймерĕ. Халĕ сасартăк ас турĕ: шăпах çакăн евĕрлĕ чечен майра-хĕр сăнне вăл ача чухне канфет хучĕ çинче курнăччĕ,— çав канфет хучĕсемпе вăл пуканелле вылятчĕ…

—Салампи,— терĕ Муза кÿреннĕ ача сассипе.— Ах, сан çÿçÿ питĕ чаплă-çке! Санăнни пек вăрăм çивĕтшĕн эпĕ тем парăттăм халĕ. Нихçан ан кăтралат, чăнах та! Эпĕ хамăнне кăтралатса пĕтертĕм, халĕ ак йăлт юхса пĕтрĕ, тепĕр пилĕк çултан кукшалансах юлатăп пулĕ. Пĕлетĕн-и, виçĕм çул мĕнлеччĕ ман çивĕт? Салатса яраттăм та çурăм

тăрăх — ыраш кĕлти пекчĕ! Тураса уçăлми хулăнччĕ. Истори пекки те пулчĕ пĕрре вăл çивĕт пирки… Эпĕ сана каласа кăтартманччĕ-и?

Муза хăй ăссĕн кулса илчĕ те, пальто аркине хуçлатса лÿчĕркесрен-ши, пукан çине лармасăр, уткаласа çÿресе калама пуçларĕ.

— Пирĕн ял станцăран инçех мар-çке-ха. Эпир, хĕрачасем, пушă вăхăтра, пуйăс килнĕ чух, вокзал патне çырла сутма каяттăмăр. Пĕрре çапла çар эшелонĕ çитрĕ, перрон çине тем чухлĕ салтак анса тулчĕ. Ман пата пĕр çамрăк салтак чупса пычĕ те çырла илчĕ. Илнĕ те—каймалла ĕнтĕ, анчах уйрăлмасть манран салтак. “Тата тепĕр стакан парсамăрччĕ, йăмăкăм”,— тет. Кулăшла: хăй, тен, манран аслă та мар пулĕ, çапах “йăмăк” тет. Тата тултарса патăм. Салтак çаплах вырăнтан тапранмасть. “Фронта каятпăр, çырла сисе курманни нумай пулать” — тет. Сисетĕп ĕнтĕ мĕнле çырла кирлине, çапах шÿтлесе калатăп: “Илĕрсем эппин

татах!” — “Укçа çитмест-çке, йăмăкăм”,— тет салтак. Эпĕ ăна укçасăрах тултарса патăм — вăл илмест. “Ахаль илместĕп, укçалла сутăр — сире кĕнеке илме укçа кирлĕ пулĕ. Вĕренетĕр пуль-ха, ăçта вĕренетĕр?”— тет. Сăмах çине сăмах — калаçу пуçланса кайрĕ. Хам çинчен йăлтах каларăм, кула-кулах адрес та пĕлтертĕм. Салтакĕ питĕ хитрескер вара, çи-пуçĕ те тирпейлĕ, таса, пакунĕ урлă темле сарă хăю пур. “Ахаль салтак мар пулас ку”,— тетĕп хам ăшра савăнса. “Эсир командир пуль”,— ыйтатăп хайхинчен. “Эпĕ ефрейтор”,— тет каччă. Маншăн пулсан мĕн ун чухне — те ефрейтор аслăрах, те лейтенант аслăрах,— ăнланнă пек пулса, пуçа султăм çеç. “По ваго-о-о-нам!” — тесе кăшкăрчĕç. Пуйăс та тапранчĕ, ман ефрейтор çаплах уйрăлмасть. Хам та вăтанса кайрăм. “Пуйăсран юлатăр вĕт!” — тетĕп хăраса. “Сирĕн çивĕтĕре тытса пăхма юрать-и? Эп кун пек çивĕт хамăр Алтайра та курман”,— тет ман хайхи, çырла çиесшĕн пулнă салтак. “Эшелонран юлатăр вĕт, эшелонран юлатăр!” — тетĕп, ним калама пĕлмесĕр. Пуйăс хытах кайма пуçларĕ. Ефрейтор ман хулăн çивĕте тытса ачашларĕ те чап! чуп туса илчĕ. Эпĕ хăраса вилсе кайрăм, чăнах та! Унтан вăл хыçалти вагона хуса çитрĕ, тÿрех картлашки çине сиксе хăпарчĕ. Курăнми пуличченех пилоткипе сулса пычĕ, хам та вара алă сулсах ăсатрăм. Питĕ кулăшла, кайран тин асăрхарăм: эпĕ тулли стакана алăрах тытса тăнă-мĕн, салтака çырла парса яма та ас туман…

Муза калама чарăнсах кулса яче, юлташĕ салхуланнине сисеймерĕ вăл.

Салампи çав вăхăтра хăй Валерие юлашки хут станцăра мĕнле курнине аса илчĕ, унăн пырне тем капланса хăпарчĕ, чунĕ тăвăрланса килчĕ.

—Кайран çав ефрейтора тĕлĕкре пĕр виçĕ хут куртăм, чăнах та! Тепĕр уйăхран, хайхи, фронтран çыру ячĕ. Эх, пĕлесчĕ сан, Салампи, ман савăнăçа! Фронтри савнирен çыру илесси — мĕн тери пысăк телей!

Салампи чÿрече витĕр шурă пĕлĕтсем çинелле пăхать, анчах вĕсене курмасть. “Ман пекех савăннă-ши эсĕ те, Муза? Ман чухлех юратнă-ши?”

—Кайран вара тем пулчĕ: те хам вăхăтра çырайманшăн кÿренчĕ, те вилчĕ пулĕ-и — пирĕн çыхăну татăлчĕ. Çапла пĕтрĕ вара ман пĕрремĕш юрату… Юрататтăм эпĕ ăна, чăнах та,— терĕ Муза.

Салампи халĕ тантăшĕ çине тинкерсе пăхрĕ. “Юратнă-ши эсĕ ăна? Мĕншĕн эсир çавнашкал виçĕ эрнелĕх тунсăха та юрату тетĕр? Пĕлетĕр-ши эсир чăн юрату мĕнлине?”

—Çапла пĕтрĕ ман пĕрремĕш юрату. Кайран, хам ухмаххăмпа, çивĕтĕме те пĕтертĕм, хулана килсен, çынсене курса, кĕске кастартăм та кăтралатрăм. Йăлт юхса пĕтрĕ халь хулăн çÿçĕм. Качча кайиччен кукшаланса юласран чунăм çук, чăнах та. Çÿçсĕр хĕр кама кирлĕ вăл? Елĕк качча каймасăр ача çуратнă хĕрсене çапла çÿçне днакла касса янă, теççĕ… Халь ĕнтĕ шăрăхра та газовăй косынкăсăр çÿреме лайăх мар пек темле…

Муза çавăнтах янăравлă çинçе сассипе хуллен юрласа ячĕ:

Ты смотри, никому не рассказывай,

Что душа лишь тобою полна,

Что тебя я в косыночке газовой

Дожидалась порой у окна.

Никому не скажи, что я нежная,

Что безумно люблю я тебя…

Алăка шакканине илтсен, вăл юрлама чарăнчĕ те:

—Юрать! —терĕ хаваслăн.

Пÿлĕме хÿхĕм йĕкĕт кĕрсе тăчĕ, Муза каларăшле, ун пеккипе пĕрре тĕл пулса калаçсан, кайран ăна тĕлĕкре куратăн.

Вăл кăвак макинтошпа, хура шлепкепе, шурă перчеткепе, мăйне симĕс пурçăн кашнепе чĕркенĕ.

—Здрасте! — терĕ кĕтмен хăна, пуçне кăшт çеç тайса; йăлкăшса кулнă чух ылтăн шăлĕ йăлтăртатса илчĕ.

Хĕрсем, ăна саламласа, малалла иртсе ларма сĕнчĕç.

Каччă каллех йăлкăшса кулчĕ, перчеткисене пĕрер пÿрнескен туртса хыврĕ, шлепкине хывса, каллех меллĕн пуç тайрĕ,— лайăх шăртланă йĕтĕн сÿсĕ пек çÿçĕ варкăшса çеç илчĕ,— çапах та хăна лармарĕ, алăк патĕнчех тăчĕ, кăвак куçĕпе Музăна тинкерсе пăхрĕ: ăна аслăраххи вырăнне хучĕ пулас.

Палламан йĕкĕт кăмăллă çемçе сасăпа Соловьева Нина çинчен ыйтрĕ, вĕсем пĕр ялтан иккен; вăл Нина валли ялтан çыру илсе килнĕ. Аллинчи виçĕ кĕтеслĕ конверта каччă сĕтел çине хучĕ.

Пĕр самант ним калама аптраса тăнă Муза хăвăртах хастарланчĕ, унăн сенкер куçĕсем хаваслăн çиçме пуçларĕç, ялан кулса тăракан тута хĕррисем йлĕртÿллĕн сиккелеме тытăнчĕç, икĕ пит çăмартийĕ пăт путрĕ.

—Эсир Нинăпа пĕр ялсем-и вара? Ой, питĕ хавас! Паллашар. Муза Любимова, Нина тусĕ.

Хĕр хăйĕн хĕретнĕ чĕрнеллĕ пĕчĕк аллине каччă еннелле тăсрĕ.

—Леон Вирьялов,— терĕ лешĕ, вара аллисене шурă тутăрпа шăлса илчĕ те хĕр аллине ачашшăн чăмăртарĕ, кăшт ытлашширех тытса тăчĕ.

Сывлăмлă йĕтĕн чечекĕ çине хĕвел çути ÿкне евĕр, Муза куçĕсем илемлĕн ялкăшма пуçларĕç.

—Вирьялов? Темле илтнĕ хушамат пек туйăнать. Эсир Хусан университетĕнче вĕренмен-и?

—Вĕреннĕ пек ас тăватăп,— терĕ кулкаласа каччă.— Эс.ир те унта вĕреннĕ-им?

—Çук, пирĕн кукка хĕрĕ вĕреннĕ унта, вăл темле Вирьялова асăнатчĕ,— пĕлтерчĕ хĕр васкаса, унтан сăмаха урăх еннелле пăрчĕ:

—Паллашăр, ку — пирĕн юратнă хĕр-тус — Салампи Акрамова,— терĕ вăл, тантăшĕ еннелле çаврăнса.

Салампи, сăмах хушмасăр, тăрса алă пачĕ, малтанлăха каччăн шап-шурă ачаш алли çумĕнче хăйĕн ĕçпе хуралнă аллишĕн кăштах именнĕ пек пулчĕ, анчах ку самантлăх туйăм çавăнтах сирĕлсе кайрĕ. “Чечен алăллă арçын ют çын янтăланине хапсăнать” — тени аса килчĕ ăна темшĕн.

—Салампи?!—терĕ каччă, хĕр аллине тÿрех вĕçертмесĕр, унтан, кăшт шухăшласа, хушса хучĕ:

—Салампи — саламлă ят.

—Эсир поэт! — терĕ, илĕртÿллĕ кулкаласа, Муза.

—Çылăхăм пур, тунмастăп, кăштах çыркалатпăр.

Вирьялов кăна Муза еннелле çаврăнса тăрса каларĕ.

—Анчах ĕçĕм ытла поэтичнах мар манăн. Ялти учитель эпĕ. Ботаника-биологи таврашĕпе аппаланатăп — прозă, пĕр сăмахпа.

—Алăка ма хупмастăр, алăк уçах тăрать,-иç, тĕтĕм кĕрсе тулĕ!—терĕ кĕтмен çĕртенех Анна Ивановна, алăк хупма пырса, анчах икĕ хĕр умĕнче тăракан ют качча асăрхарĕ те аяккалла пăрăнчĕ. Çапах лешĕ карчăкăн çуланса, сăранланса, хăрăмланса пĕтнĕ саппунне те, унăн аллинчи пăсланакан пăтă кашăкне те курса юлма ĕлкĕрчĕ. Каччă тутине кăшт пăрса илчĕ, çапах кулмарĕ.

—Кам пулчĕ ку сирĕн?

Муза хĕрелсе кайрĕ.

—Так пустуй карчăк вăл, хваттер хуçи. “Аннă-Йăваннă”, тетпĕр эпир ăна.

—Питĕ кăмăллă çын,— хушса хучĕ чĕнмесĕр ларнă Салампи.

Каччă сăмах пĕтнине сисрĕ те хĕрсемпе хăвăрт сыв пуллашрĕ. Вăл çапла кĕтмен çĕртенех каясса пĕри те шутламанччĕ.

—Каçарăр, мана урамра юлташсем кĕтеççĕ. Хăвăрт уйрăлмалла пулнишĕн питĕ шеллетĕп. Каçарăр, пардон… Тепре курса калаçасса шанатăп.

—Чипер кайăр.

Алăк хыçĕнче каллех Анна Ивановна сасси илтĕнчĕ:

—Ытлă час кайрăр-иç, ма кăшт та лармарăр? Пăтă çиме килсемĕр! Сĕлĕ пăтти… питĕ сиплĕ, теççĕ тухтăрсем…

Муза пĕчĕк чышкипе сĕтеле çапрĕ.

—Эх, çав карчăка! Ялан çапла ыр çынсем умĕнче намăс кăтартать, чăнах та! Тĕтĕм кăларса тултарнă пÿрте, сухан шăрши, фу!.. Пĕсехесĕр кăвакал пек, пĕрмай çиет, пĕрмай çиет — мĕнле хырăм тирĕ чăтать-ши унăн? Хырăмне, çурăлса каясран, кăшăллать пулĕ вăл.

Тарăхнă хĕр кăмăлĕ çавăнтах улшăнчĕ.

—Ой, Салампи! Мĕнле каччăсем пур иккен! Культурă… образовани… поэт! Куртăн-и, аллине париччен малтан шурă тутăрпа шăлса илчĕ… Эх! Эсĕ пĕрре те кулмарăн, Салампи… Ой, петрĕ пуç! — терĕ Муза сасартăк, тĕкĕр умне пырса.— Намăса ăçта чикес? Çавăн пек чаплă каччă умĕнче эпĕ… пăх-ха, Салампи, ман çÿç… хыçалти йăлт сапаланса кайнă-мĕн, тăмаланса тăрать-мĕн… Ма систермерĕн? Ой, намăс! Ой, намăс, чăнах та!

—Эпĕ асăрхаман,— терĕ Салампи, пĕрремĕш хут йăлкăшса кулса.

Тулти пÿлĕмре шавласа калаçни, ура сасси илтĕнчĕ.

—У-у-у, ман ачамсем çитрĕç! Чей ĕçме килĕ-ĕр! — йыхăрчĕ кухньăран карчăк.

Пÿлĕме икĕ Нинăпа пĕрле Петя Казаков шавласа кĕчĕ.

—Салам, Салампи!—терĕ вăл, кĕнĕ-кĕмен аллине тăсса, унтан Муза енне çаврăнчĕ: —О, Муза!.. Любимова, паллах… Поэт каларăш:

Всегда томительно волнуют нашу кровь Неразделимые и Муза и Любовь.

Казаков ял хуçалăх институтĕнче Пысăк Нинăпа пĕрле вĕренет, Соловьевăпа иккĕшĕ тахçантанпах туслă, иккĕшĕ пĕр-пĕринчен ниçта уйрăлмаççĕ. Каччă, фронтра аманнăскер, уксахлать, туяпа çÿрет. Вăл Шупашкар вырăсĕ, чăвашла та пуплекелет; калаçасса ялан шÿтлесе калаçать, çавăнпа ăна курмассерен Салампи хăйсен ялĕнчи Шамбулкин Павăла аса илет.

—Стоп, хĕрсем! Çыру! Пĕчĕк Нина, ташла: сан ятупа килнĕ, каччăран!—терĕ Казаков, Салампипе Музăна куç хĕссе.

Ташличченех Пĕчĕк Нина хĕрелсе кайрĕ, пĕрре-иккĕ çаврăнкаласа илчĕ те: “Халь пар ĕнтĕ, Петя”,— теме пуçларĕ.

Анчах Казаков ăна тата тепре ташлаттарчĕ, вара тинех каларĕ:

—Спаççипă, лайăх ташлатан, çапах та çырăвĕ Пысăк Нина валли иккен. Ак, ĕненместĕн пулсан, адресне вула… Стоп! Конвертне чустапа çыпăçтарнă, пĕр пашалулăх чуста пĕтернĕ. Мĕнле каччă-ши ку, савнийĕ патне те маркăсăр çыру çырать? Капла вара, кашни каччă тÿлесе илмелле çыру ярсан, чухăн студенткăн ăçта кайса кĕрес? Конверчĕ çинче нимле штамп та çук… Анна-Ванна! Кам илсе килчĕ ку çырăва?

Муза Салампие куç хĕссе систерчĕ: “Ан шарла!”

Тулли кĕлеткеллĕ Анна Ивановна васкамасăр кăштăртатса кĕчĕ. Ун çинче пĕрмесĕр çĕлетнĕ тÿрĕ пилĕклĕ улача кĕпе, çуланса, сăрланса, хăрăмланса пĕтнĕ саппун (вăл мĕн тĕслĕ пулнине калама та хĕн). Анна Ивановнăн тулли пичĕ ытлашши пĕркеленмен, шурă çÿç пĕрчи те курăнмасть-ха.

Яланах кулкаласа калаçакан карчăк аллинчи стаканĕнчен вĕри чей сыпа-сыпа кала пуçларĕ.

—Ах, хĕрĕмсем, паян пĕр яш çын килчĕ кунта — ну, каччă та каччă! Пĕр тумлам шьрпа çăтса ямалла!

—Эпĕ япăх-им вара? Мана хĕрсем умĕнчех ан пĕтерĕр ĕнтĕ, Анна-Ванна,— тĕртсе илчĕ Казаков.

—Э-эй, эсĕ терĕн! — лĕхлетсе кулса ячĕ карчăк.— Алăк хушăкĕпе кăшт пăхрăм та — хам та çамрăкланса кайрăм. Каччă мар, уйăх та хĕвел! “Вăт Пĕчĕк Нина валли мăшăр!” — тесе шутларăм çав тÿрех.

Пурте кулса ячĕç. Пĕчĕк Нина хăмач пек хĕрелсе кайрĕ, вăтанса Салампи хыçне пытанчĕ.

—Икĕ хĕр хушшинче çаврăнкаласа тăрать çа-ав, ах, турă! Чим-ха, Петя, каласа пĕтерем. Тăрать çав, икĕ хĕр хушшинче аптраса: пĕринчен тепри хитререх, хăшне суйламалла? Шухăшлăн та ачам! Петя, хăшне савăттăн эсĕ, ху пулсан?

—Эпĕ çук-им вара? Эпĕ иккĕшне те сăвăттăм: иккĕшĕ те питĕ хÿхĕм, анчах виççĕмĕшĕ пур ман.

Хĕрсем кулса ячĕç.

—Салампипе Муза пĕр пекех-ши вара?—ыйтрĕ карчăк, çăвар патне çитернĕ стаканне каялла илсе.

—Çук, Анна-Ванна, пĕр пек теместĕп-çке! Муза — çурхи хаваслă кун пек, Салампи — кĕрхи салхуллă кун пек.

Карчăк шухăшласа тăчĕ те кулмасăр каларĕ:

—Кĕрхи кун тутă пулать, ачам.

—Эсир, Анна-Ванна, поэт! Пушкин пекех, кĕркуннене юрататăр.

—Сирĕнпе калаçса тăрса, нимĕр те каструль тĕпне çунса ларчĕ пуль. Пăрçа нимĕри лăкарăм, нимĕр çиме пырăр, ачамсем.

Карчăк, кăмăллăн кулкаласа, тухса кайрĕ.

—Кам килсе пачĕ ку çырăва, Салампи?—ыйтрĕ Соловьева, карчăк хыççăн алăк хупăнсанах.

—Темле Леон Вирьялов.

—А-а, Левен,— терĕ те Нина çыру вулама тытăнчĕ.

—Эсир сад ĕçне хутшăнмастăр-им?—ыйтрĕ Казаков Музăран.— Е вара пединститут студенчĕсем пан улми юратмаççĕ-и?

—Эпĕ паçăрах сада кайма хатĕр. Пĕчĕк Нинăна кĕтрĕм, эпир унпа пĕр группăра, вăл пирĕн профорг. Ма апла ыйтатăр?

—Филармоние кайма хатĕрленнĕ пекех тумланнă та

хăвăр… Кун пек çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа садра ĕçлеме йывăртарах пулĕ тетĕп, хитре урăрсене мăкăлтама пултаратăр. Атă тăхăнмаллаччĕ.

— Çук ман атă таврашĕ.

—Хамăнне парам-и? — сĕнчĕ Соловьева, çыру çинчен куçне илмесĕр.

—Ой, Нина, пур-и санăн?

— Акă! — терĕ Казаков, сакайĕнчи пысăк кирзă атта илсе кăтартса.

Пурте ахăлтатса кулса ячĕç.

—Ку атта эпĕ çĕклеес те çук, вăл пушшех урана мăкăлтаса, шăйăрса пĕтерĕ,— терĕ Муза, хытнă сăран атă çине йĕрĕнерех пăхса.

Пысăк Нина пат татса каларĕ:

—Вăл атăпа эпĕ çур Европă чухлĕ çуран утса тухрăм — ура мăкăлтанман!

Музăна кÿрентерес мар тесе, Салампи сăмаха аяккалла пăрчĕ:

—Сирĕн группăна садра кам ертсе пырать, Нина?

—Саланов, терĕç,— именсе пĕлтерчĕ Пĕчĕк Нина.

—Мĕнлескер вăл?

—Курман эпĕ, Петя пĕлет пулĕ? Петя?

—Виççĕмĕш курсра вĕренет, пирĕн студент, отличник,— терĕ Казаков.

—Вăрçăччен çав-и виноград лартса ÿстернĕ, теççĕ? — ыйтрĕ Салампи.— Хамăр енчи мар-и вăл, Турикассем мар-и?

—Çавă,— терĕ Пысăк Нина.— Пирĕн ял каччи вăл. Хастарлă мичуринец, новатор, часах нумай садоводсене тĕлĕнтерĕ-ха акă. Çемйи вĕсен çавнашкал, ашшĕ те садовод. Хамăр колхозра иккĕшĕ таврара çук чаплă сад ÿстереççĕ. Саланов çартан аманса таврăнсанах института килчĕ, вăл вăрçăчченех кунта вĕреннĕ те, ăна, кая юлса килчĕ пулин те, института тÿрех йышăнчĕç. Питĕ пултаруллă каччă.

—Ой, Нина!—тĕлĕнчĕ Муза.— Мĕнле сирĕн ял каччисем пурте чаплă: поэтсем, ученăйсем…

—О, Муза! Сирĕн Пысăк Нинăсен ялĕнче, поэтсен çывăхĕнче, çуралмалла пулнă-мĕн,— тĕртсе илчĕ Казаков.

Муза илтмĕш пулчĕ.

Студентсем часах шавласа, кулкаласа, институт садне тухса кайрĕç.

—Нимĕр çисех каймаллаччĕ!—кăшкăрса юлчĕ Анна Ивановна.— Пăрçа нимĕри… Тухтăрсем сиплĕ теççĕ ăна!..

Ĕçе юратакан Салампи ывăç тупанĕсем хĕрелсе, хăпарса тухиччен кунĕпех садра улмуççи лартма шăтăк чаврĕ. Хаваслă çамрăксем хушшинче ĕçлени ун кăмăлне йăлтах уçса ячĕ. Кăнтăрла иртсен Пысăк Нина ăна кĕтмен хыпар пĕлтерчĕ.

—Салампи, эсĕ пĕлетĕн-и, Саланов Порт-Артуртан таврăннă вĕт? Вăл манран сан пирки ыйтрĕ: “Паллащтарха, ман унпа калаçмалли пур”,— терĕ.

—Чăнах-и?—терĕ Салампи, сасартăк пăлханса ÿксе.

“Маньчжури… Порт-Артур” тенине илтсеиех ăна Валерий аса килет. Кам та пулин Инçет Хĕвелтухăçĕнче пулнă пулсан, вăл вара, Салампи шучĕпе, Валерие курма тивĕçех. Ĕç пĕтиччен Салампи сăмах вакламарĕ, юлташĕсем ыйтнине хирĕç кĕскен кăна сасă паркаларĕ. Нина хыпарĕ ăна хытах шухăшлаттарчĕ. “Мĕнлескер вăл, Саланов? Ялта чухиех ун çинчен нумай илтнĕччĕ, анчах хăйне пĕрре те курман. Турикасра Салановсен ратни пысăк, такам таврашĕнчен ĕнтĕ ку студенчĕ? Мĕн пирки калаçасшăн-ха вăл манпа? Унпа курса калаçасах пулать. Тен, вăл Валерие тĕл пулман-ши? Вăрçă хирĕнче те пĕр енчи çынсем ăнсăртран тĕл пулнине калаççĕ. Тен, вăл Валерий çинчен çĕнĕ хыпарсем пĕлтерĕ…”

Ĕç пĕтерсен, Казаковпă Нина ытти студентсемпе пĕрле хулана таврăнчĕç: Салампи вĕсенчен уйрăлчĕ.

—Эпĕ пединститут садне кĕрсе тухатăп, Пĕчĕк Нинăпа киле пĕрле таврăнма калаçса татăлсаттăмăр,— терĕ вăл.

Хĕвел ăнса ларнă ĕнтĕ. Хула тÿпинчи радио мачтисем çинче кăна, икĕ çÿллĕ мачтă çинче, каштах шевле вылять. “Шупашкар туйисем” тет вĕсене Казаков. Аякри вăрман хурала пуçланă, çĕре кĕр сулхăнĕ çапнă. Катаран кĕрхи каç çывхарать.

Салампи çамрăк сада пырса кĕнĕ чух пединститут студенчĕсем кайса пĕтнĕ пекехчĕ, ик-виç ушкăн çеç кая юлнă.

—Кунта! Кунта! — кăшкăрчĕ аякранах Пĕчĕк Нина, хăйĕн тусне курсан.

Салампи ун патне васкарĕ.

—Ну, мĕнле ĕçлерĕр, Нина, алăсем ыратмаççĕ-и?— кăмăлшăн ыйтрĕ Салампи, хăйĕн пачах урăххи çинчен пĕлес килнине пытарса.

—Çук, ма ыратчăр, эпĕ колхозра сахал ĕçленĕ-и? — терĕ Нина кулкаласа.— Муза, авă, йăлтах аптраса çитрĕ, ни шăтăк алтаймаĕть, ни шыв йăтаймасть. Йĕтĕр çăтнă пек, кăшт та пĕшкĕнесшĕн мар. Кулса пĕтрĕмĕр çав унран. Кĕреçе тытайми пулчĕ: “Маникюр пăсăлать”, тет. Чĕрнисем ун вăрăм-çке-ха. Вара Саланов ăна шыв йăтма хушрĕ (улмуççисене эпир лартнă хыççăнах шăварса пытăмăр). Пирĕн Муза хăйĕн çÿллĕ кĕлисемпе такăна-такăна шыв хĕррине каять те çуршар витре çеç ăсса килет. “Ма тулли ăсса килместĕн?” — тетпĕр те: “Сирĕн улмуççи тесе, манăн фигурăна пăсас-и?” — тет. “Фигури” хăйĕн… пилĕкĕ, чăнах та ĕнтĕ, сăпсанни пекех çинçе. Пирешкел колхозра тырă миххисем çĕкленĕ пулсан, çапла пулас çук та çав…

—Халь ăçта вара вăл?

—Кăнтăрла çитичченех пăрахса кайрĕ,— терĕ те Пĕчĕк Нина, сассăр кулса ячĕ.— Ун хĕвне ÿркев йăва çавăрнă.

—Саланов та кайрĕ-и?—ыйтрĕ Салампи.

Нина вăл пăлханнине сисеймерĕ.

—Саланов-и? Кайман. Авă, ун шинелĕ йывăç çинче çакăнса тăрать. Хăй урăх группăсем патне пирус туртма кайрĕ пуль-и… Э-э, çырмана алă çума аннă, авă хăпарать. Питĕ кăмăллă çын иккен вăл Саланов. Манпа пĕрле ĕçлерĕ те улмуççисем çинчен мĕн кăна каласа кăтартмарĕ пуль! Еçлеме те хытă ĕçлет, калама çук вăйлă, çынсем пĕр шăтăк алтиччен иккĕ алтса хатĕрлет. Музăна çеç килĕшмерĕ вăл. “Чикан урапи çинчен ÿксе юлнă пекех хуп-хура-иç, кĕл тăррипе çусан та шуратаяс çук”,— терĕ Муза ăна курнăкурманах… “Хора полсан та, хороши”,— теççĕ пирĕн енче ун пеккисене.

Вĕсем умне вăтам пÿллĕ, хуп-хура çÿçлĕ, кĕре ÿтлĕ каччă пырса тăчĕ. Вăл салтакла тумланнă. Унăн шупкаланнă гимнастерки çинче Мухтав орденĕпе медаль вырăнĕсем раснах палăрса тăраççĕ. Каччă пысăк кунчаллă кирзă аттисене çырмара шывпа çуса тасатнă, питне те çунă пулас: çамка çине усăнса аннă хура çÿç пайăркисем йĕпеннĕ. Акă мĕнле иккен вăл, ял хуçалăх институтĕнчи паллă студент!

—Каçарăр, эпĕ сирĕнпе курса калаçасшăнччĕ,— терĕ ăна Салампи.

Пĕчĕк Нина аяккарах пăрăнчĕ.

—Паллашар эппин: Семен Саланов,— терĕ каччă, алă парса.

—Салампи… Акрамова.

Саланов тип-тикĕс шурă шăлĕсене кăтартса кулчĕ, унăн тĕксĕм ÿтлĕ сăнĕ кăмăллăн çуталчĕ.

—Салампи? Иккĕмĕш хут илтетĕп ку ята.

—Ăçта илтнĕччĕ эсир ăна малтан? — васкаса ыйтрĕ хĕр.

Вăл сасартăках салхуланса, пăлханса кайнине, унăн сасси чĕтреме пуçланине сиснĕ каччă хăй те кăштах салхуланчĕ, унăн хура куç харшийĕсем пĕрĕнсе илчĕç.

Эпĕ вăл ята чи малтан Маньчжурире илтрĕм,— терĕ Саланов, хĕр куçĕнчен пăхса.

—Камран? Семенов Валерирен-и?

Салампин кăвак куçĕсем пысăкланса, çуталса кайрĕç, чĕри хăвăрт-хăвăрт тапма пуçларĕ, пăчăртаса тытнă тута хĕррисем чĕтреме тытăнчĕç.

Аманнă кайăк çапла, тĕттĕм ту хушшине ÿксен, ту тăрринче хĕвел шевли вылянине курса, сывлăша çĕкленме мĕн пур чун хавалĕпе тăрăшать; йăлтăртатса, çуталса тăракан ту тăррине халь-халь вĕçсе ларас тенĕ чух ăна тепĕр сăнă пырса тивет те — суранланнă çунат лăштăрах усăнать, мĕскĕн кайăк вара çĕрелле персе анать.

Саланов сăмахĕ Салампишĕн çав сăнă пекех пулчĕ.

—Çук. Эпĕ нимле Семенов Валерие те пĕлместĕп, курман-илтмен темелле. Анчах вăл пирĕн еннелли чăваш ачи пулма кирлĕ, Анаткас каччи.

Хĕр пĕр самант хушши ним чĕнмесĕр тăчĕ, пыра тулнă куççульне аран-аран çăтса ячĕ те чĕтрекен сасăпа ыйтрĕ:

—Камран илтрĕр-ха вара?

“Камран илтрĕр-ха вара ман ята? Эсир ман çинчен каланине илтнĕ, тем тесен те, сире ман çинченех каласа панă!” — тесшĕнччĕ Салампи — калаймарĕ.

—Пĕр салтакран илтрĕм. Эпир унпа Порт-Артуртан пĕрле таврăнтăмăр. Чăваш ачиччĕ вăл, ку енчи чăваш мар, анатри. Темле Салампие çав асăнатчĕ. Салампи ятлă хĕрне пĕр салтак юратăвĕ çинчен каласа панăччĕ вăл мана. Салтакĕн ятне ас тумастăп, халĕ эсир аса илтертĕр: чăн, Валерйй ятлăччĕ.

—Сирĕнпе калаçнă… сирĕнпе пĕрле çартан таврăннă салтакăн хушамачĕ мĕнле?

—Алмазов… Анатолий Алмазов.

Хĕр чĕри кăртах турĕ: Валерин фронтри тусĕ, юрăсем çыраканни, шăпах Алмазов хушаматлăччĕ, Салампи ăна хăнана та чĕннĕччĕ, анчах çав йыхравлă çыру шăпи телейлĕ пулаймарĕ.

—Алмазов?! Калăр-ха, тархасшăн, ăçта тĕл пулма пулать-ши ăна? Теи, ун адресне пĕлетĕр?

—Питĕ шел, пĕлместĕп,— терĕ каччă, хăй пĕлменнишĕн чăннипех кулянса.— Анчах, акă мĕн, вăл ку хуларах пулма кирлĕ; музыкă училищине вĕренме килетĕп, тесе калатчĕ.

Вăл кунтах пулсан, эпĕ ăна шыраса тупма пултаратăп.

—Эпĕ сире тем пек тав тунă пулăттăм,— терĕ Салампи.— Эпĕ ял хуçалăх институтĕнче пĕрремĕш курсра, зоотехникă уйрăмĕнче вĕренетĕп. Эсир мана, тен, асăрхаман пулĕ, эпĕ те халиччен сире пĕлменччĕ. Эпир. иксĕмĕр пĕр районсемех, кÿршĕ ялсемех, эпĕ — Анаткассем. Тупса паллаштарсамăрччĕ мана вăл çынпа!

—Вăл хăй те сире тата Валерий амăшне курасшăн ĕмĕтленетчĕ,— терĕ Саланов, хăй умĕнче шăпах Алмазов асăннă хĕр тăнине ăнланса.— Эпир иксĕмĕр те анчахрах çартан таврăнтăмăр та, вăл сире шырама каникулччен ерçеймерĕ пулас.

Салампие тепĕр хут чун кĕнĕ пек пулчĕ.

Аманнă кайăк çапла, юлашки вăйне пухса, сĕм тĕттĕм ту хушăкĕнчен хĕвел шевлипе йăлтăртакан ту тăррине вĕçсе хапарма тăрăшать; акă çуррине вĕçсе хăпарчĕ те ĕнтĕ вăл, анчах малалла çĕкленме вăйĕ çук — хайхи вара, аманнă çунатне сĕтĕрсе, çурма тĕттĕм ту хысакне çитсе^ канма ларать; ту тăррине кăна çитсе ÿкесчĕ: унтан инçетри-инçетри, пĕтĕм тавралăх курăнать, унта хĕвел ăшши, унта пурнăç! Çапла ĕмĕтленет аманнă кайăк, анчах хăй çав ту тăррине хăпарса çитнĕ çĕре хĕвел анса ларасса, хăй каллех тĕттĕмре тăрса юласса пĕлмест.

Студентсем

Эпир ĕçре, вĕренÿре Çÿлтен çÿле хăпартăмăр.

Кĕрешÿре, çĕнтерÿре Тапать маттур хăватăмăр.

М и т т а В.

Октябрь уявĕ тĕлне çанталăк пăсăлчĕ: тÿпене кăвак тĕтре карса илчĕ, тĕксĕм çумăр пĕлĕчĕсем аялтанах шăваççĕ, кунĕн-çĕрĕн упа сурчăкĕ пек çумăр пĕрĕхет. Çаралса юлнă йывăçсем исленсе, ĕнтĕркесе лараççĕ, кайăк сасси илтĕнмест.

Уяв кунĕ Анна Ивановна хĕрсене ирех вăратрĕ: студенткăсем паян килĕсене кайма хатĕрленеççĕ.

Салампипе Пысăк Нина киле илсе каймалли япалисене пĕр чăматана чикрĕç. Иккĕшин те вĕсен апат-çимĕç иĕтсе çитнĕ, халĕ, пĕрре киле кайнă пек чух, апат-çимĕçпе пĕрлех хĕллехи çи-пуç та илсе килес пулать. Пысăк Нинăран уйралма пĕлмен Казаков вĕсене Етĕрне çулĕпе темиçе çухрăм

ăсатрĕ, нумай шÿтлесе, култарса пычĕ. Хĕрсем ăна хĕрхенсе, хăваланă пекех, хăйсенчен юлма хушрĕç.

—Юл, Петя. Çитĕ кун чухлĕ ăсатнипе, уру ыратĕ,— терĕç.

—Юрĕ эппин,— килĕшрĕ каччă,— икĕ талăк чăтасах пулать ĕнтĕ. Ас ту эсĕ унта, Пысăк Нина, ан ман унта… Тата, тăхтăр-ха, калама ас туман: Анна-Ванна валли шăрттан, ман валли мăйăр илсе килме ан манăр!

Хыркассинчен иртсен, хĕрсем шоссерен пăрăнса тÿрĕ çулпа утрĕç. Халь ĕнтĕ утма йывăрланчĕ: урапа çулĕ кĕсел пек çăрăлса выртать, хĕрсен аттисем йăлтах вараланса пĕтрĕç. Çитменнине тата, сивĕ çумăр вайланчĕ, питрен çаптарса çума пуçларĕ.

—Çакăн пек усал çанталăкра çуран утнă чух фронтри походсем аса килеççĕ,— терĕ Нина.— Кур-ха, урасене мĕн чухлĕ пылчăк çыпăçрĕ. Эсĕ, Салампи, кун пек пылчăк курманччĕ пулĕ, тен?

—Кун пеккине çеç курнă-и!—терĕ Салампи.— Вăрçă вăхăтĕнче эпĕ сахал мар лава çÿренĕ, кĕркунне Ямоза çĕр улми леçме каяттăмăр… Çумăр, пылчăк… Халь, акă, урасем кăна лапăртанчĕç-ха; лавпа тĕрмешнĕ чухне, ачам, уруаллупах тăр-пылчăк пулатăн. Ниçта пĕр таса вырăн юлмастчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче кунта та çăмăл пулман…

—Пĕлетĕп, никама та çăмăл пулмарĕ.

Сăмах каллех çанталăк çине, çул йывăрри ,çине куçать.

—Пĕлетĕн-и, Салампи: ĕлĕк хĕрсем, темле пылчăклă çулпа утсан та, çăпата пуçĕ çине пылчăк лектермен. Çĕнĕ çăпата сырсан вара — пушшех тирпейлĕ пулнă,— çăпатана пылчăклакан хĕрсене тирпейсĕр тесе тиркенĕ. Эпĕ ун чухне ача пулнă-ха, кăшт çеç ас тăватăп-ха вăл йăласене. Аса илетĕп те тĕлĕнетĕп. Пирĕн ялтан пасар çичĕ’ çухрăмра. Хĕрсем ун чухне, хальхи пек тетĕн-им, пасара та çăпатапах çÿренĕ. Вăт вара пĕр-пĕр çумăрлă кун çит унта çăпата варламасăр! Аслă акка калать: килтен кивĕ çăпатапа каяттăмăр, тет, пасар ялне çитсен тин вăрттăн çĕнĕ çăпата сыраттăмăр, тет. Вăт мĕнле пулнă! Хĕр вăл кирек хăçан та хĕр шухăшне пăрахман çав, пурнăçĕ йывăр пулсан та, хитреленмех тăрăшнă, каччăсем умĕнче ялан ырă ятлă пулма ĕмĕтленнĕ.

Икĕ тус тем çинчен те калаçаççĕ: ача чухнехи çинчен те, вăрçă кунĕсенчи йывăрлăхсем çинчен те, хĕр пурнăçĕ çинчен те, институт çинчен те, палланă студентсем çинчен те. Юлашкинчен иккĕшĕ те ывăнса çитеççĕ. Çул йывăр —

ураран ура аран иртет, калаçас килмест. Çумăр çÿпçерен тăкнă пекех тăкать, çанталăк уççи-хупписĕр тĕттĕмленсе килет. Юрать, çул хĕрринчи йывăç — çур пÿрт пекех, хĕрсем вăйлă çумăра пĕр-пĕр йывăç айĕнче тăрса ирттереççĕ те каллех малалла утаççĕ. Пĕр ялта вĕсем уй хĕрринчи пÿрте кĕрсе кăшт канчĕç. Тарават хĕрарăм вĕсене уяв сăри ĕçтерчĕ, авалтан пыракан чăваш йăлипе, апат лартмасăр ярасшăн марччĕ, анчах хĕрсем, тем пекех выçнă пулин те, пÿртри каччăран вăтанса, çимесĕрех тухрĕç. Вунă çухрăма майлă вĕсем пĕр лав çине ларса пычĕç. Урăх лав тупăнмарĕ: аслă уяв кунĕ лавсем те, çуран çÿрекенсем те çул çинче курăнмаççĕ. Шоферсене вăрçса пынă вăхăтра, телее, таçтан пĕр машинă хуса çитрĕ, студенткăсем ун çине ларса вăтăрхĕрĕх çухрăма яхăн çулне кĕскетрĕç, малалла каллех çуран танккамалла пулчĕ. Салампин яла çитесси те инçе юлмарĕ ĕнтĕ, пулсан тепĕр икĕ çухрăм пулĕччĕ, кĕтмен çĕртенех инкек сиксе тухрĕ: унăн атă тĕпĕ хăпăнса кайрĕ. Икĕ хĕр кула-кулах ăна ал тутрипе çыхкаласа лартрĕç.

—Эй, студент пурнăçĕ! — кăмăлсăрланчĕ Салампи.

—Ун пек кăна мар килсе тухать пурнăçра,— терĕ Нина шÿтлесе.— Хăнăхас пулать, унсăр студент пулаймăн. Студентпа салтак пĕр тăван, теççĕ.

Автан çырми тĕлĕнчи çул тăваткалĕнче, ватă хурама айĕнче, вĕсем уйрăлчĕç: Нинăн татах малалла утмалла.

Салампи ăна хăйсем патне хăнана кĕме хытă чĕнчĕ пулин те, лешĕ килĕшмерĕ.

—Киле çитсе ÿкесчĕ, ыр вилĕмпе вилесчĕ, кушак çури мар тесе, тирпейлесе пытарĕç,— терĕ Нина (Казакова кура вăл та шÿтлекелет), унтан кулмасăр хушса хучĕ:

—Килтисене питĕ курас килекен пулчĕ. Ан пăшăрхан, Салампи, таврăннă чухне кĕрĕп. Халĕ, ав, çанталăк та япăх, каçа хирĕç çула тухма шанчăклă мар, пĕр кĕрсен — çĕр выртасах пулать. Çавăнпа уяв курма хамăр ялах çитем-ха.

—Чипер кай эппин!

Автан çырминчен кăшт иртсен ял курăнаканччĕ, халĕ патне çитмесĕр те курăнмасть. Акă тĕттĕмре ял пуçĕичи çил арман мĕлки палăрчĕ… акă йăмра тăррисем… акă хăй çутисем те курăнчĕç… урамра юрă, купăс сасси илтĕнчĕ.

Мĕн тери аван-çке уяв каçĕ тăван яла пырса кĕме! Ачаран палланă лаштра йăмрасене, юратнă ÿрамсене курсан, çывăх çынсен хăнăхнă юррине илтсен — ху ывăннине те, хырăм выçнине те манатăн.

Салампи уй хапхине хаваслăн уçса кĕчĕ.

Килте амăшĕ çук, ăна пускилсем хăнана илсе кайнă пулмалла. Тĕрлĕ кучченеç пĕçерме вутă нумайрах хутнăран пÿртре лĕпех ăшă. Салампи ним тăвиччен малтан ăшă çăматă тăхăнчĕ те апат çиме ларчĕ.

Тулта çанталăк кĕтмен çĕртенех улшăнчĕ: çумăр чарăнчĕ.. пĕлĕт уçăлса киле пуçларĕ, çил тухрĕ, пÿрт умĕнчи хурăнсем кашлама тапратрĕç.

Ял хушши вĕлле пекех сĕрлет: унта та кунта юрă илтĕнет. Çул çинче хытă ĕшеннĕ Салампи урама тухас темерĕ.

Çывăхрах купăс сасси илтĕнчĕ — такам питĕ ăста шăрантарать. Купăс сасси Саламписен тĕлнех янăраса çитрĕ те сасартăк шăпланчĕ.

“Пирĕн пата кĕмеççĕ пуль те?” —тесе, хĕр чÿрече витĕр тулалла пăхрĕ.

Урам варринче виççĕн чарăнса тăчĕç: Павăл Шамбулкин, Вихтăр Мурзаев, Коля Семенов. Купăсĕ Вихтăрăн, вăл ăна çартан илсе таврăннă. Сасси унăн питĕ янăравлă: ялăн пĕр вĕçĕнче калани тепĕр вĕçнех илтĕнет. Туйсенче е пасарта вăл пур купăс сассине те хупласа хурать. “Ку купăса эпĕ, икĕ пиянин парсан та, улăштарассăм çук!”—тет ун хуçи. Вихтăр, ытти енĕпе уçă кăмăллă пулин те, купăс тесен вара — тĕлĕнсе каймалла хытă, хăй купăсне никама та тыттармасть, Кольăна çеç ирĕксĕртереххĕн тыттарать, кашнинчех вара: “Ытла хытă ан турт, чĕлĕхĕсене татса пĕтерĕн”,— тесе ас тутарать. Лешĕ, купăсшăн чунне пама хатĕрскер, пĕр-икĕ çемĕ каласшăнах Вихтăр хыççăн çĕрĕпе çÿреме те хавас. Коля питĕ ăста купăсçă, вăл çитмĕл те çичĕ çемĕ пĕлет, теççĕ, çавăнпа ăна Вихтăр купăс тытма чармасть, хăй те унран тĕрлĕрен çемĕсем вĕренме тăрăшать, çапах темшĕн унăн нихăш кĕвви те майне килсех пĕтмест. Вихтăра ку пăшăрхантармасть. Маруçсен тĕлне çитнĕ чух вăл яланах купăсне хăй аллине илет, вара пĕли-пĕлми “Çул çеммине” вăйран кайса тăсать. Акă халĕ те вăл, купăсне шеллемесĕр туртса, янăратса ячĕ…

“Маруçсем патĕнче улах пуль ĕнтĕ, çавăнта кайрĕç”,— тавçăрса илчĕ Салампи; унăн хăйĕн те кÿршĕри улаха кайса курас килчĕ: унта халь хаваслă, шавлă; унта ташă-юрă, вăйă-кулă… “Çук, мĕн çăмăлттайланса çÿрес инçе çул хыççăн, ыран каллех çула тухмалла, вăхăта ахаль сая ярас мар”,— терĕ студенткă. Вырăн сарчĕ те кĕнеке тытса выртрĕ. Анчах нумаях вулаймарĕ, кĕнеки алăран тухса ÿкрĕ, хăй лăпсăрах çывăрса кайрĕ. Амăшĕ килсе кĕнине те сисмерĕ вăл, ирчченех пĕр вăранми çывăрчĕ.

—Икерчĕ çиме тăр, хĕрĕм! Пăх-ха урамалла: эсĕ çывăрнă хушăра хĕл çитрĕ вĕт,— терĕ амăшĕ ирхине.

Салампи, лекцие кайма хыпаланнă пекех, хăвăрт сиксе тăчĕ, хăпăл-хапăл çăвăнчĕ, тумланчĕ, вара чÿрече умне пырса урамалла пăхрĕ.

Пÿрт умĕнчи хурăнсем, хуралтă тăррисем, çатан картасем, пылчăклă çул-йĕрсем — йăлтах шап-шурă юрпа витĕннĕ. Йĕпе-сапа кун хыççăн, хуралса, тĕттĕмленсе тăнă çанталăк хыççăн, питĕ тирпейлĕ, таса кун çитнĕ.

—Мĕнле илемлĕ! — терĕ Салампи, пĕчĕк ачалла савăнса.

—Илемлĕ те — нумайлăха мар вăл илем, пĕрре хĕвел пăхиччен кăна,— хирĕçлерĕ амăшĕ.— Сана ăсатма лаша кÿлес тенĕччĕ, халь ак мĕнле кÿлен ĕнтĕ: ни урапа, ни çуна… Кăнтăрлаччен ку юр ирĕлсе йăлтах шĕлкĕшленсе ларать. Аккусем хăнана килмеллеччĕ, ку çулпа вĕсем те килеймеççĕ пуль, мĕнле тухса килен? Эсĕ те, хĕрĕм, çуна çулĕ лариччен тăхтатăн пулĕ? Атту та çĕтĕлсе кайнă-иç, мĕн тăхăнса кайăн?

—Шур чÿссăнкки тăхăнатăп, калушпа аптрамĕ. Мĕн пулсан та, манăн каясах пулать, анне, ыран лекцие çитмелле,— терĕ Салампи.

—Чуну çавăнтах пулĕ ĕнтĕ санăн. Институт тесе, тем те тÿсмелле-ши вара?

—Тем тÿсме те хатĕр эпĕ, анне, лайăх вĕренесчĕ кăна! Мĕнле пулсан та, çав институтран вĕренсе тухасчĕ! Вĕренсе тухаймасан, çынтан та намăс пулать — вара яла килсе ан курăн та.

—Эпĕ вĕренессине хирĕç мар та-ха. Пĕрре кайнăскере вĕренесех пулать ĕнтĕ, тăрăшса вĕрен. Пирĕн вăхăтра вĕренмен çын вăл, чипер куçлă пулсан та, суккăр. Йывăр-çке хăвна хулара пурăнма. Халĕ, вăрçă хыççăн, пурнăç хĕсĕкрех, килтен те ытлашши пулăшаймастăп. Ашĕ-пăшĕ те, çăвĕ-сĕчĕ те кăрăсрах. Çĕр ÿлми кăна…

—Çĕр улми пулсан — çитет, анне! Йÿнеçтеркелĕпĕр мĕнле те пулин…

Кăнтăрла çитеспе Нина килсе кĕчĕ. Вăл хĕллехилле тумланнă, çурăм хыçне пысăк кутамкка çакнă, аллине чăматан йăтнă. Тусне хăналанă хыççăн Салампи шурă чуссăнкки, хĕллехи пальто тăхăнчĕ, кăвак çăм гутăр çыхрĕ.

Кутамккана çур пăт пек çĕр улми, шăрттан, аш, сив çу, виçĕ чăкăт чикрĕ.

Уя анкарти витĕр тухрĕç. Автан çырми патне çитиччен Салампи амăшĕ кутамккана хăй йăтса пычĕ: “Кăшт та пулин канса пыр”,— терĕ вăл хĕрне. Автан çырми вĕçĕнче, ватă хурама айĕнче, уйрăлчĕç.

—Хĕллехи каникулччен килеймĕп ĕнтĕ, ан та кĕт,— терĕ Салампи, амăшĕпе сыв пуллашса.— Пасара пыракансенчен çĕр улми парса яр вара…

Амăшĕ сасартăк хурланчĕ.

—Мĕнле çитейĕр ĕнтĕ, çулĕ ытла япăх. Машинăсем те курăнмаççĕ ку çанталăкра, лере, мăн çул çинче, çуреççĕ пулсан анчах ĕнтĕ. Лаша кÿлме те майĕ çук: ни урапа, ни çуна.

—Пирĕн, студентсен, салтаксенни пекех, лаша хамăр урара,— шÿтлесе илчĕ Нина.

—Эх, мăнтарăн ачисем!..— терĕ те карчăк, тутăр вĕçĕпе куçĕсене шăлма пуçларĕ.

Çул, чăнах та, питĕ йывăр пулчĕ. Юр ирĕлсе кайрĕ те, ишсе тухмалла мар пылчăк сĕлкĕшленсе, çăрăлса кăна выртать, пусмассерен ура йĕрĕ вырăнне шыв тулса юлать.

Çурма çула яхăн студенткăсем çуран утрĕç, хулана çур çĕр тĕлнелле тин çитрĕç, хваттере вилес пекех ывăнса пырса кĕчĕç.

—Шăпах чей ĕçме çитрĕр, хунямусем лайăх пулаççĕ пуль,— тесе кĕтсе илчĕ вĕсене Анна Ивановна, вара кăмăллăн кулса калама пуçларĕ:

—Петя сире çĕрĕпех кĕтсе ларчĕ. Мăнтарăн сар кайăк та çу кунне ун пек кĕтмест пуль, халь кăна тухса кайрĕ. Тата темле каччă килчĕ,— Пысăк Нинăсен ялĕ терĕ-и çав.— Салампие тем каламалли пурччĕ, тет. Мĕнне мана каламарĕ. Сарпикене калас сăмаха ват карчăка калас çук ĕнтĕ. Хуп-хураскер хăй, так питĕ ăслă-йĕрлĕ калаçать, кăмăллă йĕкĕт, питĕ чуна килĕшрĕ вара.

—Кам килчĕ? — ыйтрĕ Салампи Пĕчĕк Нинăран.

—Саланов,— пĕлтерчĕ лешĕ.— Акă вăл сана пама çыру хăварчĕ.

Салампи, пĕчĕк хут татăкĕнче тем хаклă япала тупас пекех, пăлханса вула пуçларĕ. Пĕрре вуласа тухрĕ те каллех тепре тытăнчĕ:

“…Эпĕ Алмазова тĕл пултăм. Вăл Хусанти консерваторире вĕренет иккен, кунта икĕ кунлăха çеç килнĕ, ыран ирех тухса каять. Сирĕн патăра пытăм та — эсир çук, ялтан килмен, терĕç. Питĕ шел. Алмазов хĕллехи каникулсăр та урăх кунта пулаймасть.

Тем пек ĕшеннĕ пулин те, çав каçхине Салампин часах ыйхă килмерĕ. Хăçан çитĕ ĕнтĕ вăл каникул?..

Кунсем кĕскелчĕç, вăхăт çитми пулчĕ. Иртен пуçласа каçченех институтра лекцисем пулаççĕ, пушă вăхăт сахал. Тĕрлĕрен кружок занятийĕсем, пухусем… Канмалли кунсенче — воскресниксем, кроссем… Кăнтăрла институтра, каçхине библиотекăра… Пĕрмай çырса пÿрнесем ыратакан пулаççĕ, нумай вуланипе куç ывăнать… Темле вăхăт сахал пулин те, эрнере пĕрре кинона каймаллах, укçа çук пулсан — майлаштарас пулать. Камăн пур — унăннипе. Пурнăç хĕсĕкрех пулин те, пĕрлешÿллĕ ĕçре, вĕренÿре, шавлă йышра чун савăнать, çавăнпа студент ялан хаваслă.

Акă майĕпен Çĕнĕ çул та çывхарса çитрĕ. Хула варринчи площадьре пĕр эрне малтанах пысăк ĕлкă тума тытăнчĕç, ача-пăча унтан хăпма та пĕлмест.

Студентсем те хăйсене кура Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕрлене пуçларĕç.

Уяв каçне туссем Анна Ивановна патĕнче ирттерме калаçса татăлчĕç. Салампипе икĕ Нина хваттере тирпейлерĕç, урайне хăйăрпа çуса тасатрĕç, кухньăри ăпăр-тапăра пуçтарчĕç. Казаков студентсен пур-çук укçине пуçтарса Музăна пачĕ, ĕçмелли-çимелли тупса хатĕрлеме ăна хушрĕç. Муза ку ĕçе хастарлансах пикенчĕ, пурне те хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Вăл икĕ-виçĕ тĕрлĕ эрех те, консервăсем те, пулă та тупса килчĕ. Каçхине студентсем харпăр хăй институтĕнчи вечерсенче пулма, çур çĕр тĕлĕнче вара Анна Ивановна патĕнче пухăнма килĕшрĕç.

Карчăк куншăн калама çук савăнчĕ, вăл кухньăран тухми çамрăксем валли тем пĕçерчĕ, тем ăшаларĕ, тем вĕретрĕ. Чăнах та, унăн плити пĕр-икĕ кун хушши, домнă кăмаки пекех, сÿнмееĕр çунса тăчĕ. Шÿтлемесĕр чăтайман Казаков ун пирки сăмах та кăларчĕ: “Анна-Ванна, постри часовой пăшалне алăран яман пекех, мăн кашăкне алăран ямасть”,— терĕ. Пĕчĕк Нинăна ку танлаштару çав тери килĕшрĕ пулас, вăл, карчăка курмассерен, куллине чараймасăр асапланса сахал мар хăйĕнчен хăй вăтанчĕ.

Çĕнĕ çул каçхине хĕрсем виççĕшĕ те кĕнеке вуласа ларатчĕç — Казаковпа Муза шавласа килсе кĕчĕç.

— Ырă каç!—терĕ Петя алăк уçнă-уçманах. — Мĕн

эсир Çĕнĕ çул каçĕ те ĕçлесе ларатăр? Капла çулталăкĕпех канăç кураймăр. Çапла-и, Анна-Ванна?..

Ответ вырăнне таçтан качака мекекек! тени илтĕнчĕ. Хĕрсем кулса ячĕç.

—Ваттисем çапла калатчĕç ĕлĕк,— илтĕнчĕ кухньăран карчăк сасси. — Çĕнĕ çул каç ĕçлеместчĕç. Халь сире ун пек тĕшмĕшлĕхе пĕлменни те паха!

Унтан каллех качака сасси — пĕрре те мар, икĕ качака харăс çинçе сасăпа макăрчĕç. Хĕрсем пушшех ахăлтатса кулса ячĕç.

—Мĕн шуйттан сасси ку? Ăçтан илтĕнет?—тĕлĕнсе кайса пăхкаларĕ каччă, унтан сĕтел айне, кăмака хыçне, тĕттĕм кĕтессене тĕрĕслерĕ — ниçта та нимĕн те тупаймарĕ.

—Мĕн мурĕ?

Пĕчĕк Нина, куллине нимпе те чараймасăр, чыхăнса кайрĕ, кула-кулах пĕлтерчĕ:

—Анна-Йăваннă, çанталăк шăнтрĕ тесе, качака путеккисене кăмакана хупрĕ кĕçĕр.

—Тупнă кăмака! Вăл кăмакаран тепĕр ват карчăк та вĕрирех пуль. Ытла сивĕре усрать-çке сире Анна-Ванна.

—Спартакски воспитани,— тĕртсе илчĕ Муза.

—Спартанское,— тесе тÿрлетрĕ ăна каччă.

Анчах янкăс хĕр илтмĕш пулчĕ, Пĕчĕк Нина аллинчи кĕнекене илсе пăхрĕ.

—Мĕн вулатăн, Ниночка? Фу, старославянски чĕлхе! Мĕнле сана йăлăхтармасть? Хĕрсем, сирĕн Генрих Гете сăввисем çук-и, вуласа пăхасчĕ: питĕ лайăх, теççĕ.

—Генрих Гейне пулĕ?—каллех тĕртсе илчĕ Казаков.— Е Вольфганг Гете?

Пĕчĕк Нина, куллине чараймасăр, каллех чыхăнчĕ те Салампи хыçне пытанчĕ. Муза хĕрелсе кайрĕ.

—Ытла йĕплĕ чĕлхеллĕ-çке эсĕ, Петя, хĕрпе те витлешсе калаçатăн,— ас тутарчĕ Пысăк Нина.

—Литфакра вĕренекен студенткăпа,— хушса хучĕ парăнман каччă,— дискусси тума та юрамасть-и вара?

Тавлашу хĕрсе çитиччен пÿлĕме Анна Ивановна кĕрсе тăчĕ. Уяв каçĕ ячĕпе вăл хăмăр платйĕ çийĕн шурă саппун çакнă-мĕн, анчах ăна плита умĕнче хăрăмпа варалама ĕлкĕрнĕ те.

—Мĕн шавлатăр эсир кĕçĕр те, çулталăкĕпех тавлашса-хирĕçсе пурăнас тетĕр-им? Çĕнĕ çул каçĕ иккенне манса кайрăр-им?—терĕ карчăк шÿтлесе.

—Ой, хĕрсем! — тем пулнă пекех кăшкăрса ячĕ Муза, халĕ çеç хăйне кÿрентернине манса.— Эпĕ сирĕн пата çул майăн чупса кĕрсеттĕм. Калама та ас туман, пирĕн институтра кĕçĕр чаплă концерт пулать.

—Муза юрласа кăтартать,— хушса хучĕ пĕчĕк Нина, хăй çавăнтах, тем намăс сăмах каланă пек, хĕрелсе кайрĕ.

—Вăхăт пулсан, пырса курăр. Çакна çеç пĕлтересшĕнччĕ. Мана икĕ каччă кĕтсе тăраççĕ тулта,— терĕ кулса Муза, унтан алăксене шăлт-шалт хупкаласа тухса кайрĕ.

—Эх, çак Муза пур вара, ниçта лара-тăра пĕлмест,— текелесе юлчĕ Анна Ивановна.

—Муза яланах хаваслă, Салампи пек тунсăхласа ларма юратмасть,— терĕ Казаков.

Карчăк тухса кайма тăнăскер, уçă алăк умĕнче чарăнса тăрса каларĕ:

—Хĕр чухнехи тунсăх вăл ирхи шуçăм умĕнхи тĕтре пек çеç, хĕвел тухсанах сирĕлет. Ватлăхри тунсăх вара — хĕвел аннă хыççăн çывхаракан сĕмлĕх евĕрлĕ. Салампи тунсахĕ вăл хĕвел тухиччен кăна. Çапла, ачам, Петя.

Карчăк кулкаласа каланă сăмах çамрăксемшĕн шÿт вырăнне çеç пулчĕ пулин те, Салампие шухăшлаттарчĕ.

Ял хуçалăх институтĕнчи вечерта нумаях тăмасăр, Салампипе Нина педагогикă институтне кайма тухрĕç. Казаков та вĕсенчен юлмарĕ. Пĕчĕк Нина вĕсене институт хапхи умĕнче кĕтсе илчĕ.

—Эх, кая юлтăр!—терĕ вăл пăшăрханса.— Концертра Муза икĕ юрă юрларĕ. Тĕлĕнмелле чаплă юрларĕ! Темиçе хутчен те чĕнсе кăларчĕç ăна, кашни юррине икшер юрлаттарчĕç.

—Концерт пĕтрĕ те-им вара? — кăмăлсăррăн ыйтрĕ Пысăк Нина.

—Халĕ спектакль пырать.

—Чĕнсе тух эппин Музăна, пĕрле кайăпăр.

—Çук-çке-ха вăл кунта, юрланă хыççăнах таçта кайса кĕчĕ. Салановпа темле каччă калаçса тăратчĕç унпа, кайран виççĕшĕ те курăнмарĕç, пачах çухалчĕç.

—Йĕп çухатнă пекех çухатрăн эппин çынна,— тĕртсе илчĕ Казаков.— Япăх разведчик эсĕ.

“Салановпа темле каччă” тенĕрен Салампи чĕри кăртах сиксе илчĕ. “Ăçта кайрĕç-ши вĕсем? Мана шырамастчĕçши?” — шутласа илчĕ хĕр тÿрех.

—Эсир хваттере кайăр эппин, Нинăпа эиир Музăна тупса пыратпăр,— терĕ вăл.

Пĕчĕк Нинăпа Салампи вара Муза хваттерне кайрĕç.

—Акă çакăнта пурăнать,— пĕлтерчĕ Нина, виçĕ хутлă пысăк çурт тĕлне çитсен.— Авă, кĕрен занавескăпа карнă икĕ чÿрече курăнать, вăл Музă пÿлĕмĕ.

—Питĕ чаплă хваттерте иккен,— тĕлĕнчĕ Салампи.— Мана вăл темиçе хутчен те хăнана чĕннĕччĕ те — ниепле те вăхăт тупса килсе кураймарăм.

—Хваттерте мар, килте. Хваттер хуçи — Музăсен хурăнташĕ. Унăн хăйĕн ача-пăча çук, çавнăпа вăл Музăна усрава илнĕ. Музă ĕнтĕ çавăнтанпа яла та çÿреми пулчĕ. Кунта унăн пурнăçĕ — пыл та çу. Кушак пурнăçĕ… Çĕнĕ ашшĕ таçта суту-илÿ енĕпе пысăк ĕçре ларать. Музăна мĕн кирлĕ, йăлт тупса парать.

“Авă мĕншĕн Муза тĕрлĕрен консервăсем, эрехсем хăвăрт тупрĕ иккен?”— шухăшларĕ Салампи.

—Ăçтан пурне те пĕлетĕн-ха эсĕ, Нина?

—Мĕнле пĕлес мар-ха: эпир Музăпа пĕр группăра вĕренетпĕр-çке. Хăш чухне вăл мана хăйсем патне те чĕнкелет.—Пĕчĕк Нина сассăр кулса илчĕ.— Тÿррипе каласан, вăл ман конспектсене çырса илет. Конспектсем кирлĕ мар пулсан, чĕнес те çук пуль.

—Апла вăл куккук пекех пурăнать, эсĕ — пăрчăкан пек?

Нина Салампи шÿтне ăнланмарĕ.

—Мĕнле куккук, мĕнле пăрчăкан?

—Куккук чĕппине хăй пусса кăлармасть, çăмартине те пăрчăкан йăвине хурса хăварать, вара ун чĕпписене пăрчăкан пусса кăларать, тенине илтмен-им эсĕ?

Пĕчĕк Нина каллех хăйĕн сассăр куллипе кулса илчĕ.

—Сасси те унăн куккукăнни пек уçă, янăравлă,— терĕ вăл.— Муза хăйсем патĕнче питĕ кăмăллă, кашни пымассерен чаплă хăналать, хаклă духисемпе пĕрĕхсе ярать. Хăвах курăн-ха ак.

Виççĕмĕш хута хăпарсан, Нина пĕр алăк умĕнче чарăнса тăчĕ те хуллен шаккарĕ.

Шалта рояль кĕрлени илтĕнет. Такам ытармалла мар илемлĕ кĕвĕ калать.

—Муза рояль калама та пултарать иккен! — терĕ Салампи тĕлĕнсе.— Эпĕ халиччен пĕлменччĕ те.

—Çук, вăл вĕренеймен-ха, такам урăх çын пулас. Рояльне çĕнĕ ашшĕ ятарласах Муза валли туяннă.

Иккĕмĕш хут шаккасан тин пÿлĕмрен Музăн шăнкăрав

пек сасси илтĕнчĕ, студенткă хăйĕн юлташĕсене савăнăçлăн кулкаласа уçса кĕртрĕ.

—Ой, хĕрсем! Ман патăмра чаплă музыкант! Маэстро! Пирĕн улах паян, папăсем хăнана кайрĕç,— терĕ вăл пăшăлтатса. Çав хушăрах хĕрсене хывăнма пулăшрĕ.

Хăйсем патне пынă çынна Муза яланах кăмăллă, тарават кĕтсе илет, ку енĕпе ăна никам та ÿпкелес çук. Вăл хĕрсен пальтисене хывса çакрĕ, хăйсене гардероб умĕнчи пысăк тĕкĕр патне çавăтса пырса, хитреленме хушрĕ, хаклă духипе пĕрĕхсе ячĕ, унтан таса та çутă пÿлĕме илсе кĕртрĕ.

Асамлă кĕвĕ сасартăках татăлчĕ, рояль умĕнче ларакан икĕ каччă хĕрсене курсанах салтакла харăс сиксе тăчĕç. Иккĕшĕ те кительпе, иккĕшин те кăкăрĕсем çинче орденмедаль колодкисем ялкăшаççĕ.

—Паллашăр, Салампи,— терĕ Муза хăйĕн шăнкăртатакан сассипе.— Саланова хăвăрах пĕлетĕр. Ак ку—пирĕн хисеплĕ хăна — Анатолий Алмазов.

Сăрр! туса кайрĕ Салампи чĕри. Хĕр, хăй пăлханнине пытарас тесе, чунне хытарса, алă тăсрĕ.

Алмазов ун аллине салтакла çирĕп чăмăртарĕ.

Пĕр хушă нихăшĕ те чĕнмерĕ, йывăр шăплăха пултаруллă Муза сирчĕ.

—Анатолий, тархасшăн выльăр-ха мĕн те пулин, чувствительнăйраххине! Чайковские юрататăп,— терĕ вăл, илемлĕ кулкаласа. Унăн йĕтĕн чечекĕ тĕслĕ куçĕсем йăлтăртатса илчĕç, пит çăмартисем пăт путрĕç. Кĕрен чечеклĕ вăрăм платйĕ çинçе йăрăс хĕр кĕлеткине пушшех илемлĕ кăтартать, пуçне çыхнă шурă шарф вĕçĕсем çурăм хыçĕнче çивĕт пек çапкаланаççĕ. Муза, чăнах та, Казаков каларăш, çурхи хаваслă кун евĕр çиçсе, йăлтăртатса тăракан сăнлăскер, такама та килĕшмелле.

Алмазов, ун еннелле пăхса, кăшт çеç йăлкăшса йлчĕ те “Сентиментальнăй вальс” калама тытăнчĕ.

Вăл Саланов пекех вăтам пÿллĕ, кĕре ÿтлĕ; унăн хусканăвĕсем питĕ çаврăнăçуллă, çăмăл, çав хушăрах хăй питĕ вăйлă та çирĕп шăм-шаклă пек туйăнать. Хуп-хура сăнлă Саланов çумĕнче Алмазов кăшт сарăрах пек, çутă сăнлă Муза çÿмĕнче — хурарах пек курăнать. Чăннипе вăл — çырă; кĕвĕ майăн пуçне сулмассерен тикĕс те çăра ÿснĕ куç харши çине вăрăм çÿçĕ сапаланса анать; куçĕ кăвак пулас, анчах кăмăл çĕкленнĕ самантра, куç шăрçисем пысăкланнăран, хурарах курăнаççĕ; куç харшисем хушшинче тарăн йĕр выртнă, вăл пĕрре те çухалмасть, çавăнпа каччă сăнĕ пĕрмай салхуллă пек, пысăк шухăшлă пек е тарăхнă чухнехи евĕр курăнатъ; кулли вара уçă та кăмăллă.

Пианиста сăнанă май Салампи чĕри кăртах сикрĕ: Алмазов хавхаланса Чайковский вальсне каланă хушăра куçĕ çине усăнса аннă çÿç тăпкине алăпа сирмерĕ, пуçне вĕлт! сулса илсе, вăрăм çÿçне каялла вырттарчĕ,— Валерий купăс каланă чухне шăпах çапла тăватчĕ.

Алмазов выляса пĕтерсен, пурте пĕр самант шăп ларчĕç, унтан Муза: “Браво, браво!” — тесе алă çупса ячĕ.

—Асамçă эсĕ, Анатолий,— терĕ чĕнмесĕр ларнă Саланов, йывăррăн сывласа ярса.— Юрать, фронтра аллуна амантман. Телей ку пирĕншĕн! Ылтăн алăсем!

—Ман шутпа, сан аллусем тата ылтăнрах, сана мичуринец-новатор, теççĕ ав халех,— терĕ Алмазов, кăмăллăн йăлкăшса.

Ун кулли Салампие килĕшрĕ.

—Ман алă хура ĕç патĕнче кăна,— терĕ Саланов, хăйĕн ĕçпе хытнă пысăк аллисене çавăркаласа пăхса.— Шел, пултараймастăп эпĕ музыкă енĕпе, тăмра калама та пĕлместĕп. Хам йăлтах ăнланатăп, лайăх музыкăшăн тем пама хатĕр, акă эсĕ вылятăн та—пĕтĕм кĕвĕ чĕрем витĕр шăранса тухнăн туйăнать, кĕввине те Чайковский мар, эпĕ хам шыраса тупнă пек туйăнать. Анчах хам выляма пултараймастăп. Лайăх пĕлни те ман пĕр романс кăна ĕнтĕ,— терĕ те кулса Саланов, клавишсем çине пĕр пÿрнепе пускаласа. “Чи-чи кăсăя, ăçта каян, кăсăя?” кĕвве выляса пачĕ.

Пурте кулса ячĕç, Муза сасси мандолинă евĕр янăраса кайрĕ.

Унтан Алмазова тата темиçе кĕвĕ калаттарчĕç, вара пурте “Аннă-Йăваннă” патне кайма тухрĕç.

Çул çинче Салампи Алмазовпа юнашар пычĕ. Çак тĕл пулăва вăл тахçантанпах чăтăмсăр кĕтрĕ, Валерин тусĕ çин-чен тунсăхласа шухăшларĕ, унпа курса калаçассине тем вырăннех хучĕ. Валерий мĕнле вилни çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлни савнине куçăн курнă пекех туйăнĕ, терĕ-ши вăл? Е çĕнĕ хыпарсем пĕлнĕ хыççăн хăй телейлĕрех, хаваслăрах пуласса шанчĕ-ши? Хăйне кăшт çăмăлрах пуласса кĕтрĕши? Çук, ăна та, кăна та кĕтменччĕ вăл. Хăй юратнă çын çинчен тĕплĕнрех пĕлес килетчĕ çеç унăн. Пĕли-пĕлми тăрасси пачах пĕлменнинчен те йывăртарах, çавăнпа этем йăлтах пĕлме тăрăшать…

Акă Салампи мĕн пĕлмеллине йăлтах пĕлчĕ ĕнтĕ. Анчах вăл пур пĕрех тăлăх, малтанхи пекех савнисĕр.

Аманнă кайăк çапла тĕттĕм айлăмран хĕвел шевлипе йăлтăртатакан ту тăррине мĕн пур вăйпа тапаланать, суранланнă çунатне сĕтĕрсе, чул çинчен чул çине сикет. Акă вăл, юлашкинчен, ту тăррине çитсе ÿкрĕ, анчах хĕвел анса ларнă-мĕн, пур пĕрех кунта та, çÿл тÿпере, ту хушăкĕнчи пекех тĕттĕм. Суран ыратать; сивĕ; нÿрĕ; çитменне тата тăм ÿкĕт. Мăнтарăн кайăкĕ вара, пуçне çуначĕ айне чиксе, ĕнтĕркесе хутланать. Ыран ирех пурне те чун кĕртен, вăйхăват паран, ырлăх кăтартан, пур чĕрчуна та, пур ÿсен-тăрана та пурнăç халаллан хĕвел тухасса ас тумасть вăл. Кам систерĕ-ши ăна çакна?

Анна Ивановна çамрăксене хирĕç тухса кĕтсе илчĕ, кĕрекене ларма вăхăт çитнине ас тутарчĕ.

Малти пÿлĕмре Пысăк Нинăпа Казаков тата пĕркунхи “уйăх та хĕвел” тени, Вирьялов, калаçса лараççĕ.

Вирьялов çула май Нина патне каллех çыру илсе килнĕ-мĕн. Вăл хура костюмпа; шурă кĕпе çийĕн, галстук вырăнне, артистсем пек, хура бант çыхнă.

Муза ăна курсанах сар хĕвел пек ялкăшса кулса ячĕ, çавăнтах вара çамрăксене пĕр-пĕрикпе паллаштарчĕ.

Апат-çимĕç хатĕрлесе çитерсен, пурте сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Салампи Анна Ивановнăпа Саланов хушшине лекрĕ, Алмазовпа пĕчĕк Нина, Казаковпа Пысăк Нина, Вирьяловпа Муза мăшăрлă ларчĕç. Эрех тултарнă чух тин стакансем çитменнине асăрхарĕç те пурте кулма, шÿтлеме тытăнчĕç. Пысăк Нина вара хăйĕн савнине алтăр пысăкăш тимĕр курка лартса пачĕ. Çĕр грам эрех курка тĕпне те сарăлмарĕ. Аптраман Казаков, куркана икĕ аллипе çĕклесе, саламлă сăмах калама тăчĕ.

— Хаклă тус-тантăшăмсем! Ытарайми Анна-Ванна! Куç пек тулли куркама çĕклетĕп. Малтанхи курки Аслă çĕнтерÿшĕн, Çĕнĕ çулхи çĕнĕ çитĕнÿсемшĕн, вĕренÿри, ĕçри, туслăхри, юратури çĕнтерÿсемшĕн пултăр! Анчах тĕппипе ĕçсе ан ярăр: тост каламалли тата нумай, эрехĕ питĕ сахал,— “гвардейски нормă” та пулмасть,— тесе вĕçлерĕ Казаков хăйĕн сăмахне.

Пурте, ура çине тăрса, кулкаласа, шавласа черккисене шаккарĕç.

Салампи Саланов çине пăхрĕ те лешĕ Вирьяловпа

черкке шаккаманнине асăрхарĕ. “Ас тумарĕ-ши вăл?”— тесе шухăшларĕ хĕр, унтан кам мĕнле ĕçнине сăнарĕ.

Салановпа Алмазов, шалт ĕçсе, черккесене харăс лартрĕç, Вирьялов çур черкке кăна ĕçрĕ, пĕтĕм шăм-шакĕпе çÿçенсе, пит-куçне пĕркелентерсе илчĕ. Саланов ун çине куç хÿрипе пăхрĕ, тути кăшт çеç палăрмалла сиккелесе илчĕ.

“Юратмасть иккен вăл Вирьялова. Мĕншĕн?”—шухăшларĕ Салампи çавăнтах…

Çамрăксен кăмăлĕ уçăлчĕ, чĕлхисем салтăнчĕç; малтан пурте харăс, унтан пĕр-пĕринпе шавлама пуçларĕç.

—Мĕншĕн Салампи тутăрпах ларать, çÿçне кăтартма шеллет-и е вăтанать-и?—шăппăн ыйтрĕ Вирьялов Музăран.

—Ой, çук! — Салампи çÿçĕпе Мускаври Пысăк театрта та вăтанас çук, тĕлĕнмелле чаплă çивĕт унăн! Ман хамăн та ĕлĕкрех çавнашкалахчĕ, чăнах та…

—Каччăçемпе çÿрет-и?

—Ой, çук! Пĕр качча та яхăнне ямасть. Таçта аякра савнийĕ пур пулас.

—Интереслĕ,— терĕ Вирьялов, Салампи çине сăнарах пăхса.— Лайăх тумлантарас пулсан — питĕ чипер пулмалла. Нимфă! —хушса хучĕ вăл, таçта илтнĕ сăмаха ас туса.

—Эсир поэт, Леон! Тархасшăн, çакăнта ларакансене кĕскен характеристикă парăр: кам мĕнлерех?—терĕ Муза пăшăлтатса.

—Аннă-Йăваннă баобаб йывăçĕ пекех сарлака, — терĕ те Вирьялов, хăй ăнăçлă танлаштару тупнăшăн савăннипе, Музăран малтан кулса ячĕ,— Кăна манса кайиччен çырса хурас пулать, питĕ вăйлă танлаштару.

—Салампи мĕнле вара?

—Араукари пек.

—Мĕн вăл араукари?

—Кăнтăр енче ÿсекен йĕплĕ йывăç. Ун çине пĕр кайăк та лараймасть, ун туратне пĕр вĕçкĕн те хуçаймасть.

—Ăçта курнă эсир ун пек тĕлĕнмелле йывăçа?

Вирьялов, хăйне хăй лайăх мар туйса, кăштах хĕрелчĕ, çапах çухалса каймарĕ.

—Курасса хам курман, Саланов вăл йывăçа час-часах асăнкалать. Вăл…

—Салампи куçĕсем мĕн евĕр тата?— ыйтрĕ Муза, Саланов çинчен итлесшĕн мар пулнине систерсе.

—”Ан ман мана!” текен чечек тĕслĕ,— терĕ Левен шухăшланă хыççăн, хăй темле юрăра тĕл пулнă танлаштарăва аса илсе.

—Ку танлаштарăва та манасран çырса хумалла,— терĕ кулса Муза. — Незабудкă чечекĕ, ăна пирĕн енче “кăвакарчăн куçĕ” теççĕ пулас. Аван танлаштару! Чăнах та, Салампи юрăри шурă кăвакарчăна аса илтерет.

Юнашар ларакан Пысăк Нина, сăмаха пат тÿрĕ татса калама хăнăхнăскер, Вирьялов енне çаврăнчĕ те:

—Мĕн эсир пăшăл пăтти пĕçеретĕр? Пурте илтмелле кала-ха, Левен,— терĕ.

Вирьялова “Левен” тени самаях пăшăрхантарчĕ пулас, вăл хирĕç чĕнмерĕ. Пурне те кăшт аван мар пек пулчĕ. Казаков, çавна сиссе, студентсен юррине янăратса ячĕ. Çамрăксем юрлама пикенчĕç, Анна Ивановна çеç ним пулман пекех çисе ларчĕ.

Студентсен юрри шăплансан, Пысăк Нина “Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт” пуçласа ячĕ.

—Темиçе сасăпа юрласан, çак юрăран илемли те, хурлăхли те çук пулĕ,— терĕ Саланов Салампие,— ăна илтсен, манăн чунăм темле хурланса килет… Чи малтан вăл юрă илемне эпĕ хамăр, çĕршывран инçетре, Китайра, ăнланса илтĕм.

Салампи чĕнмесĕр, килĕшсе пуçне сĕлтрĕ те малалла юрларĕ. Акă икĕ янăравлă уçă сасă пур сасса та хупласа хучĕç. Казаков сасартăк юрлама чарăнчĕ, арçынсене те, икĕ Нинăна та, вăрттăн куç хĕссе, юрлама чарчĕ. Салампипе Муза иккĕшĕ çеç шăрантарма тытăнчеç.

—Халиччен кун пек сасăсем илтменччĕ! — терĕ чăннипех тĕлĕннĕ Вирьялов, унтан Алмазовран ыйтрĕ: — Мĕнле сасă вĕсен?

Сывлами итлекен Алмазов ирĕксĕртереххĕн пăшăлтатса каларĕ:

—Салампин — лирикăллă сопрано, Музăн — колоратурăллă сопрано.

Пурте икĕ хĕр çине куç сиктерми пăхаççĕ, Анна Ивановна та çиме пăрахсах итлеме пуçларĕ.

Нимĕнпе танлаштарма çук икĕ уçă сасă пÿлĕме ян яраççĕ; чĕререн шăранса тухакан хурлăхлă кĕвĕ кашнин чунне тыткăна илчĕ, кашнинех шухăша ячĕ, таврара мĕн пуррине мантарчĕ, кашнин чĕринче калама çук ачаш та вăрттăн хĕлĕхсене сĕртĕнсе вăратрĕ, куçсене чĕпĕтме, пыра кăтăклантарма пуçларĕ, пурин те сасартăк çав тери ырă

кăмăллă пулас килсе кайрĕ; çак самантра пурте этем мĕн тери илемлĕ чунлă пулма пултарни çинчен, вăл çĕр çинче мĕн тери илем, савăнăç, телей çуратма пултарни çинчен шухăшларĕç.

Юрă Салампипе Музăна нихçанхинчен ытларах илемлетсе, çамрăклатса, çунатлантарса ячĕ; вĕсем иккĕшĕ те хĕрелсе, чиперленсе кайрĕç. Вĕсен илемне çак самантра суккăр çын та курмасăр юлаймĕ. Вĕсене халĕ нимле поэт та нимпе те танлаштарма хăяймĕ: кун пек илем урăх çук. Ку вăл — юрату, çамрăклăх, пурнăç.

“Ах, шухăшăм, шухăшăм, мĕншĕн эсĕ çаврăнан… манăн ăша çунтаран?”—тенĕ чух Салампин куçĕсем шывланчĕç; Пĕчĕк Нина, макăрса ярас мар тесе, тутине çыртрĕ; Салановăн сулахай тăнлавĕнче темле шăнăр кăлт-кăлт! туртăнма пуçларĕ; Алмазовăн куç шăрçисем пысăкланса, хуралса çунма тытăнчĕç; çемçе чунлă Анна Ивановна тÿссе лараймарĕ: “Воспăти! Воспăти!” — тесе пăшăлтатса, куçĕсене шăлма пуçларĕ; çак самантра карчăк хăйĕн çамрăк ĕмĕрĕ ĕлĕкхи хура кунсенче телейсĕр иртнишĕн те, ун юратăвĕ çинче юрăри чечек çинчи пек пĕр ылтăн хурт та çаврăнайса вĕçейменнишĕн те, вăрăм ĕмĕрĕ савнă мăшăрсăр иртмелле пулнишĕн те, тата темшĕн те, такамшăн та шухăшласа, чунĕ кÿтсе килнипе, хăй ăшĕнче вăрттăн макăрчĕ…

Икĕ хĕр шăплансан та, юрă чĕресенче çаплах янăраса тăчĕ.

Вирьялов сасартăк алă çупса яни пурне те шартах сиктерчĕ, чунсене пăшăрхантарчĕ, çак асамлă самантсенче çуралнă туйăмсем таçта вĕçсе кайрĕç; халĕ çеç çурăлнă çеçке çине тăм ÿксен, чечек çапла кăнчăр хутланса, шанса каять.

Муза кÿршĕсенчен аккордеон тупса килчĕ, Алмазов тÿрех “Маньчжури сопкисем çинче” вальс тăсса ячĕ. Ташă пуçланчĕ.

Музăпа Вирьялов, иккĕшĕ те йăрăс пÿллĕскерсем, ташăра çÿçе хуллисем пекех авкаланчĕç. Вĕсен ташши карчăка питĕ килĕшрĕ. Икĕ Нина пĕрле тухрĕç, Саланов Салампие чĕнчĕ, анчах хĕр тухмарĕ, çынсем ташланине кăшт курса ларам-ха, терĕ. Хаваслă Казаков Анна Ивановнăна туртса кăларчĕ те, иккĕшĕ пурне те култарса, пĕр-иккĕ çаврăнса илчĕç. Çамрăксем шавласа тĕпĕртетнĕ чух тахăшĕ кăмака алăкне уçса ячĕ — урай варрине икĕ качака путекки сиксе тухрĕç те ташлакансем хушшинче тăрсти-тăрсти! сиккелеме пуçларĕç. Пурте ахăлтатса кулма тытăнчĕç.

Çак самантра Салампи пĕчченех шухăша кайса ларчĕ, ăна никам та асăрхаймарĕ.

—Атьăр, площаде, елкă патне!—кăшкăрса пĕлгерчĕ ташласа ăшша пиçнĕ, хавасланнипе хĕрелсе кайнă Муза. Ку шухăш пурне те килĕшрĕ. Часах çамрăксем урама тухса кайрĕç. Анна Ивановна кăна:

— Яшка çисех каймаллаччĕ: сивĕнсе каять! Хăвăртрах таврăнăр эппин, яшка сивĕниччен!—тесе юлчĕ.

Урам тăрăх площаделле аннă чух Алмазов аккордеон кзларĕ, ыттисем, алла-аллăн тытăнса, юрласа пычĕç.

—Ах, мĕнле хÿхĕм хĕр, мĕн тери чаплă сар пике çав Муза,— терĕ Вирьялов Пысăк Нинăна.

Лешĕ, яланхи пекех, пат татса каларĕ:

—Пĕлмесĕрех ан ырла, Левен: сар мăйăр та шăтăклă пулать, теççĕ.

—Нимле çитменлĕх те курмастăп эпĕ Музăра…

—Чан çурăкки çапса пăхмасăр та палăрмасть, теççĕ.

Вирьялов кулса ячĕ.

—Сире Анна-Йăваннă çапла ваттисен сăмахĕсемпе калаçма вĕрентет-и?.. Тепĕр тесен, пурăнсан курăпăр-ха иксĕмĕртен хăшĕ Музăна тĕрĕс хакланине. Пăрахар ку калаçăва, атя, юрлар!..

—Мĕншĕн Шупашкара час-часах килет вăл, сирĕн Леон? — пăшăлтатса ыйтрĕ Салампи Пысăк Нинăран каярахпа.

—Поэт пуласшăн-ха вăл пирĕн,— терĕ Нина.— Хăй çырнисене кунта редакцие илсе килкелет, анчах сăввисем майлах мар пулас — пичетленмеççĕ.

—Салановпа туслах мар-им вĕсем?

—Туслине каларăн! Кушакпа йытă пек… Иккĕшĕ те ачаран пĕр хĕршĕн çунаççĕ… Атя юрлар…

Çур çĕр тахçанах иртнĕ. Çанталăк кăшт çемçелнĕ, çерçи пуçĕ пек юр çăвать. Площадьри пысăк чăрăш, тĕрлĕрен тĕслĕ çунакан лампочкăсемпе эрешленĕскер, юмахри пек йăлтăртатса-ялкăшса ларать. Ун таврашĕнче çынсем курăнмаççĕ, паçăрах саланса пĕтнĕ пулас.

Студентсем, елкă патне пырса, ун тавра ташласа çаврăнма пуçларĕç. Левенпе Муза, Пысăк Нинăпа Пĕчĕк Нина мăшăрланчĕç, Салампи хăех Саланова ташлама чĕнчĕ. Вăл халĕ сасартăк хавасланса кайрĕ, питĕ тăрăшса ташлама тытăнчĕ.

—Эпĕ сире ташлама пĕлместĕр пуль тенĕччĕ,— шÿтлесе каларĕ ăна Саланов.

Салампи те шÿтлесе каларĕ:

—Эпĕ мĕн ачаранпах ташласа ÿснĕ. Пилĕк-ултă çулта чухнех клубра, вечерсенче, мана кула-кулах ташлаттарат чĕç. Клуба та аккаран вăрттăн кăна унăн пысăк çăматтине тăхăнса каяттăм (чухăнччĕ эпир колхоза кĕриччен, пĕр машăр çăматта темиçен черетлĕ тăхăнаттăмăр). Вăт сикеттĕм вара, ухмахскер, мăн çăматăпа. Халь асăнма та кулăшла.

Салампи Левенпе те, Пĕчĕк Нинăпа та ташларĕ, унтан Музăпа пĕрле чăваш хĕрĕсен ташшине хитре пултарчĕ.

—Эпĕ сана кĕрхи салхуллă кунпа танлаштарса йăнăшнă иккен, Салампи. Ан ятла! — терĕ Казаков, пилĕк таран пуç тайса.

—Мантăн-им Аннă-Йăваннă ун пирки мĕн каланине? Хĕр тунсăхĕ вăл хĕвел тухсанах сирĕлет,— ас тутарчĕ Пысăк Нина.

Çĕнĕ çул пур студентшăн та питĕ хĕрÿллĕ, канăçсăр, ерçÿсĕр кунсенче килет: уяв хыççăнах экзаменсем пуçланаççĕ, кун пушшех кĕскелсе çитнĕн туйăнать, ним туса ĕлкĕрме те, Казаков каларăш, ĕнсе хыçса илме те вăхăт çук. Пĕрремĕш семестршăн экзаменсем тытнă хыççăн студентсем хĕллехи каникула каяççĕ, вара хаваслă кану вăхăчĕ пуçланать, анчах халĕ, экзаменсем умĕн, никам та ун çинчен шухăшламасть.

Салампин пĕрремĕш экзамен — марксизм-ленинизм никĕсĕсем. Студенткă кашни кун библиотекăна кайса çур çĕрчченех вуласа-çырса ларать, хваттере çывăрма çеç таврăнать. Пĕр каçхине хваттерте никам та çукчĕ. Пысăк Нинăпа Казаков горком библиотекине кайрĕç: унта ĕçлесе ларма лайăх, шăп, лăпкă, центральнăй библиотекăри пек шавлă мар, терĕç. Пĕчĕк Нина экзаментан таврăнманччĕ-ха.

—Салам, Аннă-Йăваннă! — илтĕнчĕ кухньăран Муза сасси.

—Хуняму савать сана, Муза: шăпах апат çинĕ тĕле çитрĕн. Ăшаланă кăмпа çиме кил!—чĕнчĕ тарават карчăк.

Хĕр, унпа калаçса тăмасăр, малти пÿлĕме иртрĕ, ним шарламасăр Салампие ыталаса илчĕ, ăна пÿлĕм тавра вальс кĕввипе çавăрттарчĕ, унтан тĕкĕр умне пырса хитреленме пуçларĕ. Пÿлĕме хаклă духи шăрши сарăлчĕ.

—Ну, мĕнле, Муза, экзамен тытрăн-и паян? — ыйтрĕ Салампи.

Студенткă чĕнмерĕ, аллипе сулчĕ çеç.

— Çитет сана, Салампи, кунĕн-çĕрĕн кĕнекепе ларма! Мĕнле йалăхтармасть, чăнах та? Атя, филармоние каятпăр. Унта кĕçĕр концерт программи çĕнĕ, концерт хыççăн ташăсем пулаççĕ. Алмазов та пырать унта, концертра унăн пĕр юррине юрлаççĕ, терĕç пулас.

Çалампи кăшт çеç: “Пыратăп!”—тесе кăшкăрса ямарĕ, хăйне аран тытса чарчĕ.

— Çук, пыраймастăп, Муза. Вăхăт çук, çи-пуçăм та чаплах мар.

— Атя хамăр пата, йăлтах хамăнне тăхăнтартăп. Ман çитет. Саншăн ним те хĕрхенессĕм çук. Санпа çÿреме лайах, чăнах та: иксĕмĕр пĕрле чух каччăсем те хытăрах пăхаççĕ…

—Тавтапуç ырă кăмăлушăн, Муза. Çапах пыраймастăп: ман ыран экзамен…

Муза кăмăлсăрланса тухса кайрĕ. Салампин тем пекех Алмзова курса калаçас килетчĕ, унăн юррине итлес килетчĕ, ытти чух пулсан, вăл ним шутласа тăмасăр концерта тухса чупнă пулĕччĕ, анчах кĕçĕр… пĕрремĕш экзамен умĕн…

Ытти чухне именсе кăна, шăппăн çÿрекен Пĕчĕк Нина пÿлĕме качака путекки пек сиккелесе кĕчĕ, портфельне сĕтел хушшине ывăтрĕ те ахăлтатса кулса ташлама пуçларĕ. Вăл шавланине илтсе, Анна Ивановна та çиме пăрахсах малти пÿлĕме кĕчĕ.

—Мĕн пулчĕ сана, Пĕчĕк Нина, качча каякан ват хĕр пекех савăнатăн? — ыйтрĕ вăл.

—Качча каятăп, Аннă-Йăваннă,— терĕ Пĕчĕк Нина кулса. Вăл пирвайхи хут карчăка куçăн çапла шÿтлесе чĕнчĕ.

—Каясси кайăн та, васкамастăн-ши, хĕрĕм? Качча кайиччен малтан сарă кăткă тĕми çине ларса пăхма хушаççĕ: лайăх-и, лайăх мар-и? —терĕ карчăк.

—Ай, апла пулсан, нихçан та каяссăм çук!

—Апла ан кала, хĕрĕм, кам ĕнентĕр хĕр “каймастăп” тенине? Хĕр вăл туй урапи çине тухса ларсассăн та: каймастăп, тесе калать, тет. Илсен — кайăн. Арсăр арăм — туратсăр йывăç пекех вăл. Манпа ун пирки тавлашаймăн. Малтан аслă шкул пĕтер-ха эсĕ.

Карчăкпа хĕр çапла шÿтленĕ хушăра Салампи хăех Пĕчĕк Нинăн зачет кĕнекине портфельтен кăларса пăхрĕ: вы рăс чĕлхипе Нина экзамента “отлично” паллă илнĕ. Акă мĕншĕн çав тери савăнать иккен вăл!

—Ну, савăнтартăн мана, хĕрĕм! Мĕн пĕçерсе çитеремши апла сана паян, мĕнле тутлă апатпа хăналам-ши?—терĕ Анна Ивановна, ача пек савăнса. Пуриншĕн те пăшарханаканскер, вăл кухньăна тухма тăнăскерех алăк умĕнче чарăнчĕ те:

—Муза мĕнле тытрĕ-ха тата? — тесе ыйтрĕ.

Пĕчĕк Нина хăйĕн сассăр куллипе кулса калама пуçларĕ.

—Муза экзамента пурне те тĕлĕнтерчĕ. “Что делать?” Герцен çырнă, “Кто виноват?” Чернышевский çырнă, терĕ. Тата тем те пăтраштарчĕ. Тытаймарĕ вара… “Пăрахатăп; пединститутра вĕренме, пур пĕрех эпĕ учительницă пулас çук. Учительницă пулсан та — яраççĕ ĕçлеме пĕр-пĕр Калайкассине, пурăн унта вара тарăхса, пăчăхса”,— тет. Музыкă училищине вĕренме кĕресшĕн…

Пĕчĕк Нина нумаях калаçса тăмарĕ, савăнăçлă кун ячĕпе тесе, магазинсем тăрăх çÿреме тухса кайрĕ.

Салампи каллех кĕнеке çине тăрăнчĕ…

Тепĕр кунне вăл института юриех кая юлса пычĕ: малтан ыттисем экзамен тытчăр-ха, кайран хăрушă мар, терĕ.

Коридорта шăпах. Аудитори алăкĕ çине: “Ан шавлăр! Кунта экзамен пырать”,— тесе çырса çапнă. Алăк умĕнче икĕ-виçĕ студент пăшăлтатса тăраççĕ, шалтан пĕр-пĕр студент тухсанах, вĕсем ăна çавăрса илеççĕ те: “Ну, мĕнле? Ну, мĕнле?”—тесе аптратма тытăнаççĕ, телейлĕ студент çине ăмсанса пăхаççĕ; лешĕ, мунчаран тухнă пек ăшша пиçнĕскер, нумаях калаçмасть, хаваслăн кулкаласа, урамалла тухса каять.

Салампи экзамен мĕнле пынине ыттисем пек алăк хушăкĕпе вăрттăн сăнамарĕ, никампа та пăшăрханса калаçмарĕ, коридор тăрăх шăппăн уткаласа, программăри хăй япăхрах пĕлнĕ вырăнсене аса илме тăрăшрĕ.

Экзамента вăл сасартăках пăлханма пуçларĕ, аудиторие директор кĕрсе ларсан, Салампи пушшех пăлханма тытăнчĕ; хăй каламалли ыйтусене хут çине çырнă чух унăн алли тарласа кайрĕ, чĕтре пуçларĕ, саспаллисем кукăр-макăр пулса пĕтрĕç.

— Ан пăлханăр, лăпкă пулăр,— тесе асăрхаттарчĕ ăна ватă преподаватель.

Студенткă билетри виçĕ ыйтăвне те лайăх ответлерĕ, профессор, кашни ответ хыççăнах шурă çÿçлĕ пуçне кăмăллăн сулса, аллинчи кăранташĕпе хуллен шаккаса ларчĕ. Унтан ассистент икĕ ыйту пачĕ.

Акă преподаватель унăн зачеткине илчĕ те васкамасăр çыра пуçларĕ, перине хутпа шăлса тасатрĕ, вара зачеткăна каялла пачĕ.

— Тата кам юлчĕ унта? Калăр: кĕччĕр,— терĕ.

Салампие коридорта Пысăк Нинăпа Казаков. кĕтсе тăнă-мĕн. Вĕсем тÿрех: “Ну, мĕнле? Ну, мĕнле?”— теме тытăнчĕç.

Студенткă хăйĕн зачеткине халь тин уçса пăхрĕ те хăй те савăиса кайрĕ: унăн зачеткинче — институтра илнĕ пĕрремĕш паллă — “отлично!”

Туссем ăна хаваслăн ыталаса илчĕç.

Салампи институт çуртĕнчен вĕçнĕ пек тухрĕ. Унăн хăйĕн савăнăçĕ çинчен Пĕчĕк Нинăна та, Аннă-Йăваннăна та часрах çитсе пĕлтерес, амăшĕ патне çыру çырса ярас килчĕ.

Хăçантанпа çакнашкал савăнса курманччĕ вăл! Акă— пĕрремĕш çĕнтерÿ! Тен, чăн-чăн пурнăç пуçламăшĕ те çакă мар-ши студентшăн?

Умра тата савăнăçлăрах, тен, пăшăрхануллăрах кунсем кĕтеççĕ…

Кĕрхи Шăнасем

Сăпани, ан кай паян театăра,
Эс ан ерсем, хĕрĕм, вăл маттура.
Вăл çăмăлттайпа ан çыхлан,
Ас ту, ун йышшине ан сăхлан.
— Н. Шелепи.

Чăвашла та калаçмасть,
Тăванне те ас тумасть:
Чĕри шăнса кайнă çав,
Чĕрĕ виле пулнă çав.

— К. Иванов [*].

Вăрçă пĕтнĕренпе виçĕ çул çитрĕ. Пурнăç самайлана пуçларĕ. Анна Ивановна хваттерĕнче те лару-тăру улшăнчĕ. Карчăк пÿрте тĕпренех юсаттарчĕ, çĕрнĕ чÿрече янахĕсем вырăнне çĕнĕ янахсем ларттарчĕ, кăвакарнă хăвăл пĕренесене кăларса, çирĕп’ пĕренесем хуртарчĕ, шултăрканă мачча хăмисене хĕстерчĕ, кăмакине пăсса купалаттарчĕ — текех ĕнтĕ мачча та кăвакарас çук, пÿрт те тарлас çук, чÿрече янахĕсенче те шыв кÿлленсе тăрас çук, урайĕнчен те сивĕ çапас çук, кăмакаран та тĕтĕм тухас çук. Малти пÿлĕм аслăланчĕ: тем чухлĕ вырăн йышăнакан пысăк арчана коридора кăларчĕç, ун вырăнне пĕчĕк койкă лартрĕç (мăн арчи çинче малтан Пĕчĕк Нина çывăратчĕ). Пысăк Нина вĕренсе тухса кайнăранпа хваттерте Салампипе Пĕчĕк Нина çеç юлчĕç, карчăк урăххисене хваттере ярас темерĕ. Хăй вăл кухньăна пурăнма куçрĕ, койкине те унтах вырнаçтарчĕ. Халь ĕнтĕ унăн май килчĕ: магазинсенче тĕрлĕ ĕçме-çиме пур, пасарта апат-çимĕç вăрçă вăхăтĕнчи пек хаклă мар, çавăнпа çĕнĕ плита пĕр таттисĕр çунма тапратрĕ.

Анна Ивановна патĕнче каçсерен пухăнма юратнă çамрăксенчен чылайăшĕ хулара çук ĕнтĕ; вĕсен пурнăçĕнче те улшăнусем пулкаларĕç.

Пысăк Нинăпа Казакова, институт пĕтерсе тухнă хыççăн, иккĕшне те района зоотехник ĕçне ячĕç. Савнисене ку ытлашши кÿрентермерĕ. “Уйрăм пурăнса пăхар эппин пĕрер çулталăк: тутлă-и, йÿçĕ-и? Ку пирĕншĕн пысăк экзамен пулĕ. Пĕр-пĕринсĕрех пурăнма лайăх пулсан — пĕрпĕрне савман; пĕр-пĕринсĕр пурăнма май çук пулсан — хытă юрататпăр”,— терĕ шÿтлесе Казаков. “Вăл институтрах ĕçлеме юлать пуль,— тетчĕ ун пирки Муза,— унăн ашшĕ те ял хуçалăх министерствинче ĕçлет, ун пек пысăк ĕçре ларакансем хăйсен ачисене хуларах вырнаçтараканччĕ”. Анчах Казаков, кирек мĕнле района ярсан та, колхозах кайма хавас пулчĕ.

Семен Саланов хăйсен ялĕнчи садра ĕçлет, ун çинчен хаçатсенче ырласа çыраççĕ.

Анатолий Алмазов консерваторире тăваттăмĕш курсра вĕренет, унăн хăш-пĕр юррисене концертсенче юрлаççĕ.

Муза Любимова, пединститутра вĕренме пăрахса, музыкă училищине куçрĕ, артисткă пулса пысăк хуласем тăрăх çÿреме ĕмĕт тытрĕ: “Пĕр-пĕр Калайкассинче учительте пăчăхса пурăнассăм çук”,— терĕ.

Леон Вирьялов учительтен тухса вĕренме килчĕ; вăл университет пĕтереймен иккен, çавăнпа ăна малтанхи енĕпех — ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрет пулĕ, тетчĕç, анчах вăл пединститута, литературă факультетне, килсе кĕчĕ.

Салампипе Пĕчĕк Нина тăваттăмĕш курсра вĕренеççĕ.

Çак çулсенче Салампи пурнăçĕнче нимех те пулса иртмерĕ темелле. Институтра пĕрмай вĕренÿ, ĕç, каникулсенче яла таврăнсан — каллех ĕç, вĕренÿ. Паллах, вĕреннĕ, ĕçленĕ хушăрах киносене, театрсене, тĕрлĕрен вечерсене çÿренĕ, кроссене, воскресниксене хутшăннă, колхозра та халăхран уйрăлман. Çапах унăн пурнăçне тепĕр майлă çавăрса яракан е ĕмĕр асра юлакан ĕçсем пулса иртменччĕ. Кăçал кĕркунне, кĕске вăхăтрах, çтуденткă пурнăçĕнче шăпах çав ĕçсем пĕрин хыççăн тепри пулса иртрĕç.

Театр тесен, мĕнле хĕр чунĕ лăпкă пултăр?

Студентсем театра тунтикун каç каяççĕ. Кайран вара пĕр-пĕр спектакль пирки вĕсем эрнипех калаçаççĕ, тавлашаççĕ, харпăр хăй шухăшне тÿрре кăларма тăрăшаççĕ. Театра каймалли кун вĕсемшĕн праçник пекех, уйрăмах вăл янкăсрах студенткăсене нумай чăрмав кÿрет: мĕнле

платйĕ тăхăнасси, çÿçе мĕнле тураса илемлетесси — йăлтах вĕсене пăлхантарать.

Салампи “кăвакарчăн куçĕ” чечеклĕ вăрăм платйĕ тăхăнчĕ, çырă çивĕтне пуçĕ тавра икĕ хут чĕркесе, кăшăл туса çыхрĕ.

—Мĕнле каччă савăнĕ-ши сана юратса!—терĕ ытараймасăр Анна Ивановна.— Воспăти, мĕнешкел хитре! Эпĕ те хĕр чухне санран хÿхĕм пулман пулĕ… Килĕшет сана, Салампи, кăвак чечеклĕ кĕпе: куçусем çине ун тĕсĕ ÿксе пушшех илемлетет.

Салампи тĕкĕр çине пăхса илчĕ те кăмăллăн йăлкăшса кулчĕ. Вăл куç харшийĕсене хуратасшăнччĕ, анчах карчăкран вăтансах хуратмарĕ; “каплипех те пырĕ-çке, нихçан та хуратса çÿремен”,—терĕ, хăй ăшĕнче савăнса. Вара, Нина килессе кĕтсе, вулама ларчĕ; карчăк, ăна чăрмантарас мар тесе, кухньăна тем пĕçерме тухрĕ.

Пĕчĕк Нинăпа Вирьялов пĕрле килсе кĕчĕç. Каччă Салампи çине пăхрĕ те тĕлĕнсе хытна пек пулчĕ: “Ытараймастăп! Ытараймастăп сана!”—терĕç унăн чакăр куçĕсем. Хăй, ним чĕнмесĕр хĕр умне пырса, ăна ташлама чĕннĕ пек, пуçне тайрĕ, аллине меллĕн тăсса пачĕ.

“Ытараймастăп сана, ку çи-пуçпа эсĕ такамран та илемлĕ!”—терĕç каллех унăн куçĕсем. Салампи çавна ăнланчĕ те, хăйне çапла юратнăшăн та, каччă ун умĕнче сăпайлă пулнăшăн та савăнса кайрĕ. “Ларăр, Вирьялов”,—тесшĕнччĕ вăл, анчах çак самантра хушаматран чĕнсе кÿрентерес килмерĕ, ятран чĕнме кăштах именчĕ, çавăнпа:

—Ларăр, тархасшăн,— терĕ. Аллинчи кĕнекине хупса, шкапа хучĕ.

Вирьялов шлепкине алăрах тытрĕ, пăтаран çакмарĕ, макинтош аркине кăштах çĕклерĕ, ларас вырăна, унта тем таса мар япала пур пек, асăрханса пăхса илчĕ те васкамасăр ларчĕ, хура бостон костюмĕ çинчи куçа курăнман çÿппе вĕрсе, шăлса ывăтрĕ. Ытти чухне Салампи çакна йăлтах сивленĕ пулĕччĕ-и, тен. Анчах кĕçĕр ăна питĕ савăк, питĕ лайăх; унăн никампа та, нимшĕн те хирĕçес килмест, никама та нимшĕн те тиркес килмест.

Çак самантра хĕр хăйне кам мĕнле юратни çинчен те, камăн юратăвĕ мĕнле пĕтесси çинчен те шутласшăн пулмарĕ, каярахпа хăй ÿкĕнсе: “Юрату — тăван анне мар, ама çури вăл”,— тесе каласса та пĕлмерĕ.

Театра вăл питĕ ырă кăмăлпа кайрĕ.

— Ма яшка çимесĕр кайрăр? Ма çимесĕрех кайрăр!— тесе юлчĕ кухньăра Анна Ивановна.

Çамрăксем тарават карчăка итлесшĕнех пулмарĕç. Апат шухăшĕ-и ун пек чух?

Театрта Вирьялов хăйне чăн-чăн “кавалер” пек тыткаларĕ. Вăл Салампипе Нина пальтисене хывса çакма пулăшрĕ, хĕрсене чи малти рете çавăтса пырса лартрĕ, концерт программи тупса пачĕ, вара икĕ хĕр хушшине ларчĕ те, паллакансене шыраса, йĕри-тавра пăхса илчĕ, хăйне саламлакансене хирĕç мăн кăмăллăн пуç тайрĕ: “Курăр, эпĕ мĕнлерех сар пикепе ларатăп!”

Вирьялов, хăй киленнине пытармасăр, Салампи çумнерех таянса, кайри ретрисем илтмеллех сăвăласа каларĕ:

Театр уж полон; ложи блещут;

Партер и кресла, все кипит…

Вăл хăйĕн бархат евĕр çемçе сассипе киленнине, кăшт курнăçланарах, ытти чухнехинчен ачашрах калаçма тăрăшнине Нина лайăх сисрĕ те кăштах йĕрĕннĕ пек пулчĕ; Салампи, телейне ниçта чикеймееĕр, ним те асăрхасшăн пулмарĕ: “Эпĕ таса та çамрăк, хаваслă та телейлĕ; эпĕ хам пултарнă таран сире те телейлĕ тăвăттăм!”— терĕ пĕрмай унăн илемлĕ, ăшă сăнĕ.

Салампи чĕри театрта ялан кăкăр тулли сикнĕн туйăнатчĕ, анчах кĕçĕр, театрта пĕрремĕш хут пулнă пек, вăл пушшех пăлханать. Ăна кĕçĕр çак йăлтăртатакан люстрăсем те, партерти, ложăсенчи, балконсем çинчи студентсем те — йăлтах, йăлтах хаваслăн курăнаççĕ. Малалла, чаршав уçăлсанах, сценă çинче темле асамлă тĕнче курăнса каяссăн туйăнать.

Кĕçĕр театрта çамрăк талантсен концерчĕ.

Малтан çамрăк артистсем, Тарханов ученикĕсем, “Ревизор”, “Ăса пула инкек”, “Нарспи” спектакльсен уйрăм сыпăкĕсене выляса пачĕç. Вĕсене студентсем ывăç тупанĕсем ыратакан пуличченех алă çупса саламларĕç. (Вăл кунсенче хулара пурте çамрăк артистсен пысăк пÿлтарулăхĕ çинчен савăнса калаçагчĕç.)

Салампи питĕ тимлесе пăхса ларчĕ, халăхпа пĕрле кулчĕ те, хурланчĕ те.

Вирьялов сценă çине пăхнинчен ытларах Салампие сăнарĕ. Антракт вăхăтĕнче вăл, хĕрсене хулĕсенчен ачашшăн çавăтса, вестибюле илсе тухрĕ, çынсем хăй çине пăхнине сиссе киленчĕ, паллакансене хирĕç пулсан, мăнаçлăн пуç тайса саламларĕ, сăмах хушмарĕ. Салампие ку иментерчĕ пулин те, хĕр ăна-кăна систересшĕн пулмарĕ.

—Пăчă мана,— терĕ вăл, каччă хулĕнчен вĕçерĕнес шутпа.

—Тула тухса уçăлмăпăр-и, иккĕмĕш пайĕ часах пуçланмасть-ха. Халĕ Атăл хĕрринче питĕ романтичнă, кăштах уçăлса çÿрĕпĕр,— терĕ Вирьялов.

Салампи унпа “уçăлса çÿрессишĕн” мар, халăх умĕнче алла-аллăн тытăнса çÿреме лайăх мартан çеç тухма килĕшрĕ.

Нина тем самантра таçта пăрăнса юлчĕ, кусем иккĕшех Атăл хĕррине тухрĕç.

Аслă шыв театрпа юнашарах юхса выртать. Хĕрпе каччă чăнкă çыран хĕрринчи пĕр лаштра тирек айне пырса тăчĕç. Вирьялов йывăç карлăк çине таянчĕ те, тем шухаша кайса, тĕттĕм Атăл çинелле пăхса тăчĕ, унтан йывăррăн сывласа илчĕ.

—Çак тополь туратĕнчен ĕлĕк пĕр поэт çакăнса вилнĕ,— терĕ.

Салампи, ăна илтмĕш пулса, хăйĕннех тем шухăшларĕ, тĕрĕссипе каласан, унăн кĕçĕр нимле салхуллă ĕç çинчен те асăнас килмерĕ, чĕринчи ырă туйăмсене нимле йывăр хыпарпа та сирсе ярас килмерĕ. Атăл çинчен кĕрхи уçă çил вĕрсен, вăл кăштах çÿçеннĕ пек пулчĕ.

Вирьялов унăн хусканăвне сисрĕ те çавăнтах макинтошĕпе хĕре ачашшăн хупларĕ.

Салампи шарламарĕ; вăл, Атăл леш енче курăнакан çутăсем çинелле тинкерсе пăхса, тем шухăшларĕ.

—Салампи,—терĕ каччă хуллен.

—Калăр, Леон, итлетĕп. Вулăр пĕр-пĕр лайăх сăвă.. кĕрхи Атăл çинчен… çамрăклăх çинчен… тĕлей çинчен… юрату çинчен…

—Салампи… Савниçĕм… Емĕрлĕхех юрататăп… ĕмĕрлĕхех!

Каччă сасартăк тĕттĕмре хĕр аллине шыраса тупрĕ те ăна ĕмсе ярас пек чуп турĕ. Салампи тинех хăйĕн тутлă ыйхинчен хăраса, йĕрĕнсе вăраннă пек пулчĕ, аллине карт! çеç туртса илчĕ те пальто кĕсйине чикрĕ, витнĕ макинтошне хул пуççи çинчен сирсе ячĕ.

—Атя, кайăпăр… сулхăн кунта…

—Пĕр сăмах çеç, Салампи!— терĕ Леон йăлăннă сасăпа, унтан такăна-такăна каларĕ:— Пулăр ман мăшăр… сире пĕрре курсах… ĕмĕр манми… пулăр манăн!..

Салампи вăрт çеç çаврăнса ун аллинчен вĕçерĕнчĕ те театр еннелле утрĕ. Пĕр самантрах унăн пуçне тĕрлĕ шухăш çавăрчĕ, хĕр тем тĕрлĕ шутласа илме те ĕлкĕрчĕ, анчах пĕр шухăшĕ те пуçра тытăнса юлмарĕ, уçăмлă пулмарĕ.

Вирьялов пек каччă хăйпе мăшăрланма ыйтни темле хĕре те пăлхантарса ямалла ĕнтĕ. Çалампишĕн ку кĕтмен япала марччĕ: Леон тахçантанпах хăй юратнине систерме тăрăшатчĕ, анчах паян вăл кун çинчен тÿрĕ каларĕ, хăй мăшăрланма шутлани çинчен те пĕлтерчĕ. Çавăнпа Салампи малтанлăха ним калама аптраса ÿкрĕ.

—Ан пăшăрханăр, мана чĕресĕр тесе ан шутлăр… Эпĕ сире кăшт çеç пĕлетĕп. Кăмăллă эсир манпа, сăпайлă… Эпĕ сире нимшĕн те тиркеме пĕлместĕп, тиркес шутăм та çук… Çапах сире сăмах пама пултараймастăп халĕ. Тăхтас пулать манăн вĕренсе пĕтериччен ун çинчен калаçма,—терĕ хĕр, ним чĕнмесĕр пыракан Вирьялова кăшт йăпатас шутпа. Кайран вара хăй кăмăл пăтраннă самантра ним шутламасăр каланăшăн питĕ ÿкĕнчĕ.

—Каçарăр, если кÿрентертĕм пулсан,—терĕ Вирьялов театр умĕнче. — Эпĕ хама кĕçĕртен самăй телейсĕр çын тесе шутлатăп. Каçарăр мана… пардон!

Çак тахçан килĕшнĕ “пардон”, каччă “нумай вĕреннине систерекен”, вăл “пысăк культурăллине” кăтартакан сăмах (Салампи те Музăпа пĕрле çапла шутлатчĕ) халĕ ăна питĕ кулăшла, мĕскĕнле туйăнса кайрĕ.

Хывăнмалли пÿлĕмре Вирьялов, ним пулман пекех, Салампи пальтине хывса çакма пулăшрĕ.

Концерт пуçланнă пирки зала кĕмелли алăка хупнă, çавăнпа каччă хĕре, каллех хултан ачашшăн тытса, иккĕмĕш хута илсе хăпарчĕ.

Балкон çине тухмалли алăка та питĕрнĕ-мĕн. Çурма тĕттĕм залăн пĕр кĕтессинче, сĕтел хушшинче, иккĕн сăраĕçсе лараççĕ, буфетчицă та концерт курма зала кĕнĕ пул~ малла.

Ларакансенчен пĕри, жилеткăллă сарă костюмли, сасартăк пуçне çĕклерĕ те:

—О! Вирьял чăвашĕ! Лео Вирьял!— тесе кăшкăрса ячĕ, çавăнтах сиксе тăрса, лутраскер, Салампипе Вирьялов патнелле лапăстатрĕ, вĕсене, алă парса тăмасăр, сĕтел умне çавăтса пычĕ.

—Паллашăр, ку — профессор,— терĕ вăл. Те шÿтлесе, те чăнласах каларĕ — Салампи ăнлансах илеймерĕ, вăл халиччен ун пек профессор пуррине пĕлменччĕ.

Вирьялов сăра ĕçсе ларакансене артистла пуç тайрĕ, кулкаласа алă тăсрĕ, вырăсла калаçма тытăнчĕ, хутранситрен француз, нимĕç сăмахĕсене асăнкаларĕ.

“Профессор” тени, хăнчăр куçлă самăр этем, хĕрĕхелле çывхарнăскер, Салампи çине сăра кĕленчисем урлă лÿпперрĕн пăхрĕ те, ларнă çĕртен тăмасăр, мăн кăмăллăн алă пачĕ.

—Салампи,—терĕ Вирьялов, хĕр ятне çепĕççĕн пĕлтерсе.— Акрамова.

— М-да,— терĕ “профессор”, сăмсапа нĕрлесе,— м-да, интĕреслĕ ят. Бальзакăн “Салампи” ятлă роман пурччĕ пулас.

— Флоберăн,— йăпăлтатнă сасăпа пĕлтерчĕ Вирьялов,— Флоберăн… “Саламбо”, эпĕ ăна тахçан вуланăччĕ…

—Эсĕ гений, Лео! — кăшкăрса ячĕ лутри.— Ларăр, мĕн тăратăр!

Вăл, ытлашши именсе-чăрманса тăмасăр, Салампие хултан тытса хăйпе. юнашар лартрĕ, Вирьялова пушă пукан çинелле тĕллесе кăтартрĕ.

Юлташĕ нимĕн те шарламарĕ, хăй кĕтмен хăнасене ларма сĕннине пуçĕпе мăнаçлăн сĕлтсе çеç пĕлтерчĕ. “Куратăр, эпĕ — пысăк ăслă-пуçлă, пултаруллă, нумай вĕреннĕ çын; ман сирĕн хушăрта ларма кирлĕ те мар, анчах эпĕ уçă кăмăллă пулма та пултаратăп, сире ытлах кÿрентерес мар тесе, çакăнта вăхăт ирттеретĕп, тĕрĕссипе, сире ырă тăвас тесе те мар, хамшăн çеç ларатăп, анчах ман çума лекрĕр пулсан — ырă курăр эппин, савăнăр манпа пĕрле ĕçсе ларма тÿрĕ килнĕшĕн”,— тени палăрчĕ унăн сăн-питĕнче.

Салампи çав шухăш-туйăма ăнлансан, ирĕксĕрех чунĕпе çÿçенсе илчĕ, пурнăçра хăйне ним инкек кÿмен çын çинех сиввĕн пăхрĕ.

—Лео — талант! Кала, тугрик пур-и?— хĕр умĕнче именмесĕр ыйтрĕ лутри.

Вирьялов ăна шăппăн тем каларĕ,— укçа çук, терĕ пулмалла.

—Бездарь! — кăшкăрса тăкрĕ ăна çавăнтах лешĕ, хăй куçĕ çине усăнса аннă вăрăм çÿçне ласт! çеç каялла шăлса хучĕ.— Литературă институтне те кĕреймерĕн. Каларăм вĕт сана, мĕн çырнине хама кăтарт малтан, тесе. Эпĕ сан пеккисене мар, романистсене те романĕсене тÿрлетсе паркаланă. Йăлтах хам туса панă пулăттăм, пичетлеме те пулатчĕ. Халь ак сăввусене стена хаçатĕнче те пичетлемеççĕ. Пĕр виç çĕр тенкĕ шеллерĕн! Мана кăтартман пулсан та, акă профессора кăтартмалла пулнă.

Юлташĕ, унпа килĕшсе, мăн кăмăллăн пуç тайрĕ те чăпар галстукне васкамасăр тÿрлетрĕ.

—Каçарăр, Салампи, сире паллаштараймарăм, ку — пысăк шанчăк паракан çамрăк автор,— терĕ Вирьялов, майсăр сăмаха сирсе яма тăрăшса.

“Пысăк шанчăк паракан автор” хăй камне-мĕнне каласа тăмарĕ, аллине мăн кăмăллăн тăсрĕ те:

—Пиллĕкмĕш номере пăхăр,— терĕ.

Салампи ним те ăнланмарĕ, тĕлĕнсе кăна ларчĕ. Ăçта, камсем хушшине килсе лекмелле пулчĕ капла? Тăрса каяс — лайăх мар, тата ниçта каймалли те çук, антрактчен кĕтсе ларасах пулать. Ăна сăра тултарса пачĕç, анчах вăл тутанса та пăхмарĕ.

—Эсĕ — чăваш литературă критикин малтанхи сар кайăкĕ! — терĕ “профессор” хăйĕн тусне, аллинчи стаканне шалт çавăрса хурса.

—”Пиллĕкмĕш номере пăхăр,— терĕ лешĕ, хĕр енне çаврăнса. Ку ĕнтĕ: “Унта пăхсанах, эсир эпĕ чăваш литературă критикин малтанхи сар кайăкĕ иккенне ĕненĕр”,— тенине пĕлтерчĕ пулас.

—Профессор,—терĕ хăй, тусĕн аллине чуп туса.— Эсĕ — гений!

“Ăçта лекрĕм эпĕ? Камсем кусем? Тен, вĕсем ман умра юри çапла шÿтлеççĕ-и е ытла ÿсĕр-и?”—шутларĕ Салампи. Пуринчен ытла ăна Вирьялов хăйне çак çынсен умĕнче именчĕклĕн, йăпăлтатнă пекрех тыткалани, вĕсен сăрине ĕçни, чăвашла калаçманни кÿрентерчĕ.

Хĕр халь-халь тăрса каяс тенĕ вăхăтра, кĕтмен çĕртен, Алмазовпа Саланов килсе кĕчĕç. Вĕсем балкон çине тухмалли алăка туртса пăхрĕç те буфет умне пычĕç. Иккĕшĕ те хура костюмпа, галстукпа, иккĕшĕ те темле пĕр евĕрлĕрех. Салампи, вĕсене курсан, пĕр савăнчĕ, пĕр ниçта кайса кĕрейми вăтанчĕ.

—Анатолий Александрович! Алмазов! Гений!—кăшкăрса ячĕ лутри, каччăсене асăрхасан, çавăнтах вĕсене сĕтел умне илсе пычĕ.

—Ан мухта: пур пĕрех ĕçтерместĕп,— терĕ ăна Алмазов шÿтлерех.

Пурте кулса ячĕç.

Салампие çак çынсем хушшинче курсан, килнĕ каччăсем иккĕшĕ те тĕлĕнчĕç, анчах хăйсен туйăмне палăртмарĕç,— вĕсем питĕ тĕлĕннине Салампи чунĕпе сисрĕ.

—Паллашăр… Профессор, пăрах эсĕ сăра ланккама! Карланку кĕрĕк çанни мар пулĕ-çке санăн? Акă — Алмазов! Гений! — терĕ лутри.— Ак ку… Кам пулатăн эсĕ, паллаймарăм. Çĕнĕ гений-и?

Анатолий, ирĕксĕр куланçи пулса, “профессора” ал тăсрĕ те, пукан илсе, Салампи çумне ларчĕ.

—Саланов, ахаль пахчаçă кăна,—терĕ Çемен, ютсене кăмăлсăр алă парса; унăн сасси кăштах чĕтренине, сулахай тăнлавĕнче темле шăнăр турткаланса илнине Салампи тÿрех асăрхарĕ.

—Хăвăр кам пулатăр? Каçарăр, эпĕ те паллаймарăм…

—Пиллĕкмĕш номере пăх,— терĕ çеç лутри, хушаматне каламасăр.

Саланов шăлне çыртрĕ те хĕр çумне тепĕр енчен ларчĕ. Вирьялова вăл ним каламасăр, ирĕксĕртереххĕн алă пачĕ.

—Эсир, Çемен, Шупашкара мĕн ĕçпе?— ыйтрĕ хĕр, хăйне хăй аван мар туйса.

—Ял хуçалăх министерствине, колхоз ĕçĕпе, сад пирки,— терĕ Саланов, хĕр еннелле тайăларах.— Театра килсе курас терĕм те—кая юлтăм акă. Анатолий ятарласах чĕннĕччĕ…

Килнĕ каччăсене сăра тултарса пачĕç, анчах кусем иккĕшĕ те ĕçмерĕç. Кĕçех пурте литературăпа искусствă çинчен калаçа пуçларĕç. “Профессорпа” “критик” чăваш литературипе искусствине питĕ тиркесе, йĕрĕннĕ пекрех, шултран калаçса ларчĕç. Алмазовпа Саланов чĕрре кĕрсех вĕсене хирĕç тавлашрĕç. Вирьялов чĕнмесĕртерех, е чĕнсен те лешсем майлăрах, калаçма тăрăшрĕ. Салампие ку питĕ тарăхтарчĕ, анчах пуринчен ытла ăна Саланов хĕрсе кайсах тавлашни тĕлĕнтерчĕ: çак пахчаçă, хăйĕн ĕçĕшĕн пĕтĕм

чунне параканскер, нихçан та литературăна е искусствăна çав териех юратман пуль, тесе шутланăччĕ хĕр.

—”Павлов, Павлов!” тетĕр,— Алмазов еннелле çаврăнса каларĕ лутри.— Мĕнех создавать тунă-ха вăл? “Сăрнайпа пăрнай-и?”

—”Сăрнайпа палнай”,— тÿрлетрĕ ăна Алмазов.— Ман шутпа, вăл—пирĕн пĕрремĕш, чи лайăх симфониллĕ произведени.

—Нимĕн çукран нимĕр,— тутине йĕрĕнчĕклĕн пăрса илчĕ лутри. Юлташĕ, унпа килĕшсе, пуçне тайрĕ, Вирьялов йăпăлти кулăпа епрерĕ. Саланов тарăхса шăлне çыртрĕ. Салампи çак самантра чунĕпе Алмазов майлă пулчĕ, ун сăмахĕсем ăна хăй каланăнах туйăнчĕç.

—Тĕнчере Байронсем, Шиллерсем пулнă! — терĕ лутри хăлаçланса, унтан, Саланова куçран тинкерсе, хушса хучĕ: — “Çеçпĕл, Çеçпĕл!” тетĕр. Хăш йĕркине ас тăватăр унне?

Салановăн хура куçĕсенче хаяр хĕлхем йăлтăртатса илчĕ.

—Кирлех пулсан, кирек хăш сăввине те калама пултаратăп,— терĕ вăл, куçне хĕсерех.— Вăл çырнинчен уйрăмах çакă килĕшет: “Камăн шанчăк çук, кам хăй чăвашшинчен намăсланса чăваш ятне çĕртнĕ — çавсене чăвашла тапса ывăтатпăр!”

Лутри сăра стаканне шалт! лартрĕ, самăрри хăнчăр куçне чарса пăхрĕ, Вирьялов хĕрелсе кайрĕ.

—Национализм,— терĕ самăрри, сăмсапа нĕрлесе.

Салановăн пăлханнипе сулахай тăнлавĕнчи шăнăр каллех кăлт! кăлт! туртăнма пуçларĕ.

—Тăмана кăнтăрла курайманшăн хĕвел айăплă мар,— тесе хучĕ вăл юлашкинчен, ура çине тăрса. Алмазов та тăчĕ. Çак самантра вĕсем иккĕщĕ те Салампие чăн-чăн тÿрĕ чунлă, пултаруллă, Çеçпĕл кĕтнĕ тăван халăхшăн çунан харсăр яшсем пек туйăнчĕç; вăл вĕсем çине пĕтĕм чунтан юратса пăхрĕ.

Саланов, Алмазов, Салампи аяккалла пăрăнчĕç. Вирьялов, хĕр тÿрех кам майлă çаврăнса ÿкнине сиссе, хăйĕн “профессорĕпе” ларса юлчĕ. Çав вăхăтра концертăн иккĕмĕш пайĕ вĕçленчĕ — зала халăх тухса тулчĕ.

—Мĕнле типсем пулчĕç кусем? Эсĕ, Анатолий, кăштах паллатăн пулас? — ыйтрĕ Саланов.

—Искусствă çыннисен пуххисенче пĕрре-иккĕ куркаланăччĕ. Пĕри чăваш орфографине улăштармалли майсем шырать пулас, çавăнпа ăна кулса “профессор” теççĕ. Хăй ку ята чăнласах йышăнать. Вăл ăçта ĕçленине пĕлместĕп, ниçта та ĕçлемест пулас. Пичет çурчĕ таврашĕнче çапкаланса çÿрет. Тепри камне пĕлме тата хĕнтерех, уйрăм професси çук унăн. Те усламçă вăл, те, хăй каларăш, “тăван искусствăна тепĕр майлă çавăрса ярасшăн тăрăшакан этем?” Халлĕхе пуш параппан çеç çапать.

—Мĕншĕн вăл пĕрмай “пиллĕкмĕш номере пăхăр”, тет?—чăтаймасăр ыйтрĕ Салампи.

Алмазов кулса ячĕ.

—Тахçан таçта, темле хаçатра-и, журналта-и, “пиллĕкмĕш номерте”, пĕр виçĕ йĕрке пичетленĕ пулас вăл, çавăнпа пĕрмай мухтанать.

—Эпĕ ун йышшисенчен темрен йĕрĕннĕ пек йĕрĕнетĕп,— терĕ Саланов тарăхса.— Тĕл пулкаларăм ун йышшисене хам ĕçĕмре, сахал мар тарăхтарчĕç. Хăйсем вĕсем чăтма çук мăн кахалсем, çавăнпа çавнашкал пăсăлса каяççĕ. Çын ĕçĕ, çитĕнĕвĕ вĕсене савăнтармасть, вĕчĕхтерет кăна. Хăйсен вĕчĕхне ниçта чикеймесĕр, çурăлса каяс пек тарăхса çÿреççĕ вĕсем, çавăнпа пур ырă, çутă япалана, тăмана пекех, чĕререн кураймаççĕ. Ас ту, Алмазов, сан çулу çине те тăрĕç-ха вĕсем! Ахальтен мар сана ятран чĕнеççĕ, ун йышши вăл яланах куç умĕнче йăпăлти, саншăн тем тума та хатĕр пек хăтланать, аллу-уруна чуп тума та хавас, анчах вăл сан аллуна чуп тунă самантрах пуçна çиме хапсăнать.

Алмазовăн куç шăрçисем пысăкланса кайрĕç, халĕ вĕсем кăвар пек çунаççĕ.

—Пĕлетĕп, Сема,— терĕ вăл хуллен, кашни сăмаха шухăшласа каласа.— Çапах та вĕсем, ман шутпа, кĕрхи шăнасем кăна. Хăйсем пĕтес умĕн май килнĕ таран çыртса юлма тăрăшаççĕ, пур пĕрех, мĕскĕнсен, пĕтмелле пулать. Нумай тарăхтарĕç-ха, пĕлетĕп, çапах эпир хамăр ĕçпе çĕнтеретпĕр, Сема! Кĕçĕр, ак, вĕсем пирĕншĕн хăрушă мар, вĕсем мĕскĕн те, йĕрĕнчĕк те. Анчах тепĕр чух вĕсем хăйсене питĕ нумай пĕлекен çынсем пек, пысăк культурăллă çынсем пек тыткаласа, хăш-пĕр айвантарах çынсене ĕнентерсех пăрахаççĕ. Вĕсен кашни самантрах темиçе цитатă хатĕр, вăл сана пухусенче чăн-чăн ăслă çын пек хирет, “ăс парать”… Эпĕ пĕрре те иккĕленместĕп кун пирки: кĕрхи шăнасем пекех пĕтеççĕ вĕсем, курăн.

—Ас ту, Анатолий, тепĕр шăна хура кĕрччен мар, ăшă çĕре, кăмака кукрине, лекет те чип-чиперех хĕл каçать, çăва тухать, вара тата хытăрах çыртма тытăнать. Весем сана ытла çывăх пĕлни, ытла ырлани пуçна çавăрса ан ятăрччĕ — акă мĕн пăшăрхантарать мана.

—Ытлашши пăшăрханмастăн-ши, Сĕма?

Алмазовăн сăнĕнче те, сассинче те кÿренÿ палăрчĕ.

“Тĕрĕс калать Çемен, мĕншĕн Алмазова çав сĕмсĕрсем, çывăх пĕлнĕ пек, ятран чĕнсе калаççĕ-ха? — шухăшларĕ Салампи.— Тата мĕншĕн Алмазов Çемен хăйне юлташла асăрхаттарнишĕн те кÿренет?” Анчах ку шухăш çавăнтах сирĕлчĕ.

—Вирьялов вĕсемпе туслă-им?—ыйтрĕ хĕр.

—Пĕр урапа çинчех ун йышшисем,— терĕ Саланов, хĕре куçран пăхса.

—Çиелтен пăхма Вирьялов пĕрре те вĕсем пек мар-çке?

—Çиелтен пăхма кăна. Тĕшши вĕсен пĕр пекех. Левене эпĕ мĕн ачаран курса ÿсрĕм. Ашшĕ ун районтан района, пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе куçса, лайăхран лайăха хапсăнса пурăннă, арăмне ним вырăнне хуман, пĕртен пĕр ывăлне мĕн пĕчĕкрен усала вĕрентсе ÿстернĕ. Левенĕн ача чухнех мухтанас, вĕçкĕнленес, кĕвĕçес йăла пурччĕ, ун чухнех вăл тантăшĕсенчен малта пулма, кирек мĕнле майпа та ыттисенчен уйрăлса тăма ăмсанатчĕ — ашшĕ вара ялан ун хутне кĕретчĕ, мухтатчĕ ăна, хăй пек пулма хĕтĕртетчĕ. Ача чухнех Левен тантăшĕсенчен лайăхрах тумланма, хăйĕн çи-пуçĕпе мухтанма юрататчĕ, унăн яланах кĕсъере канфетчĕ, укçа та пурччĕ. Çапла вара вăл, пĕр ĕç патне пымасăр, ĕçпе лутăрканмасăр, тÿрĕ пилĕклĕ ÿсрĕ. Ашшĕ вилсен, хуçалăхĕ каялла кайрĕ: хăй шăрпăк та хускатмасть, амăшĕ ялан чирлĕ, Левен ĕне сутса çи-пуç туянчĕ, ял-йыш хушшинче ют çын пек çÿреме пуçларĕ, ĕçлеме те, вĕренме те пăрахса, тÿрех пысăк çын пулма, пысăк укçа илме ĕмĕтленчĕ, хăйне хăй гени вырăннех шутларĕ. Пĕр хăйне çеç юратаканскер, никама паллами-пĕлми пулчĕ. Анчах улмуççинчен улми аякка ÿкмест— унран нимле гени те пулмарĕ. Вăл поэт та, музыкант та, ученăй та, лайăх колхозник те пулса пĕтереймерĕ. Çапла ун йышши вĕçкĕнсен, мăн кахалсен шăпи.

Салампи урăх нимĕн те ыйтмарĕ. Кĕçĕрхи пек тĕл пулусем унăн нумай иккĕленÿллĕ шухăшĕсене сирсе ячĕç, тĕрĕслĕхе яр-уççăн кăтартрĕç. “Кĕрхи шăнасемпе” тĕл пулни ăна хăйĕн çывăх юлташĕсем çине тепĕр енчен пăхма, вĕсене урăх енчен курма май пачĕ, вуншар хут тĕл пулса калаçса та асăрхайманнине кĕçĕр вăл питĕ лайăх сăнама

пултарчĕ. Леон сăнарĕ хĕр чĕринче йăва çавăрма ĕлкĕрейменччĕ, ун тавра явăçнăччĕ кăна. Халĕ ĕнтĕ вăл тĕтре евĕр сирĕлсе çухалчĕ. Çак самантра ÿкĕнчĕ те ĕнтĕ Салампи хăй паçăр Атăл хĕррине тухнăшăн!..

Концертра Салампи Салановпа пĕрле ларчĕ, хăйĕн малтанхи вырăнне кайса лармарĕ.

— Музучилище студентки Муза Любимова “Юрату юрри” юрласа парать,— пĕлтерчĕ концерта ертсе пыраканĕ.— Юрă сăмахĕсем халăхăн, кĕввине çамрăк композитор Анатолий Алмазов илемлетнĕ. Рояльпе автор калать.

Муза халăх умне пысăк театрсенчи артисткăсем евĕрлех тухрĕ: ун çийĕнче çĕртен сĕтĕрĕнекен хура бархат платйĕ, шурă илемлĕ хулĕсем çара, сулахай аллинче ылтăн сехет, кăкри çинче темле хаклă чул пĕчĕк çăлтăр евĕр йăлтăртатать; куç харшисене ытлашширех хуратнă пулас, тутине хĕретнĕ, питне шуратнă, сарă çÿçне эрешлесе туранă. Сценă çине тухма хăнăхнăскер, Муза çинçе йăрăс пĕвĕпе кăшт çеç авăнса, илĕртÿллĕ куллипе йăлкăшса, çăмăллăн пуç тайрĕ те аллине кăкăр çумне тытса тăчĕ.

Алмазов васкаса, çирĕппĕн утса тухрĕ, зал еннелле пăхса илмесĕр, рояль умне ларчĕ те нотă альбомне уçса хучĕ.

Студентсем вĕсене чылайччен алă çупса саламларĕç, Салановпа Салампи пуринчен нумайрах çупса ларчĕç.

Зал шăплансан, Алмазов рояль каласа ячĕ, пĕр çавра каларĕ те Муза еннĕлле пуçне сĕлтрĕ — çырă çÿç тăпки куçĕ çине сапаланса анчĕ. “Валерий пекех!” — савăнса шухăшларĕ Салампи.

Муза сывлăмлă йĕтĕн çеçки пек йăлтăртатакан куçĕсемпе çÿлелле пăхса илчĕ, вара асамлă сассипе юрла пуçларĕ.

Салампи хăй сисмесĕрех Саланов хулĕнчен ярса тытрĕ: Муза ун юррине юрлать:

Çÿл тÿпере çăлтăр вылять,

Сан куçу пек йăлтăртатса;

Чул хушшипе тăр шыв юхать,

Сан куллу пек шăнкăртатса.

Ялти кунсем те, утă çинчи каçсем те, çамрăксен уявĕсем те — йăлтах Салампи умне тухса тăчĕç. Ăçта, кам чĕринчен чи малтан шăранса тухнă-ши çак кĕвĕ, çак сăмахсем? Мĕнле .хĕр тунсăхласа, савнине кĕтсе юрланă пуль чи малтан çак юрра?

Сывлăм ÿкет садсем çине,

Каç сулхăнĕ çапать çĕре.

Ăçта-ши эс çак каçхине?

Сана кĕтсе çунать чĕре.

Мĕншĕн савнийĕ тусĕ патне пырайман-ши? Çын сăмахĕпе сивĕтнĕ-ши ăна е вăл хăех телейсĕр хĕре пăрахнă? Акă мĕнле тунсăхласа, юратса кĕтет хĕр, анчах…

Çăлтăр сÿнет çÿл тÿпере,

Пуриншĕн те килет ыр кун.

Сÿнми çунать пĕр ман чĕре,

Саншăн çунать ман çамрăк чун.

Салампи хăй театрта ларнине манчĕ, вăл халĕ тунсăхласа савнине кĕтекен çав хĕр вырăнĕнче, ялта, сывлăмлă садра, улăх хĕрринче… Темшĕн ăна яланах çак юрă хăйĕн юратăвĕ пирки каланăн туйăнатчĕ, çавăнпа Салампи ăна юратса юрлатчĕ, пĕррехинче вăл ăна Алмазова юрласа пачĕ те, лешĕ çавăнтах сăввине те, кĕввине те çырса илчĕ. Акă халĕ çав çĕнелнĕ, хăватланнă, тĕшшипе çаплах малтанхи пекех юлнă юрă темиçе çĕр çын чунне тыткăна илчĕ…

Юрă вĕçленсен, залра тăвăл тухса кайрĕ тейĕн: пурте шавласа, кăшкăрса алă çупма тытăнчĕç. Муза тепре юрлама тухсан тин лăпланчĕç.

Концерт пĕтичченех Салампи çак юрă тыткăнĕнчен хăтăлаймарĕ. Театртан вăл тусĕсемпе пĕрле тухрĕ, Пĕчĕк Нина каллех таçта кайса çухалчĕ: темшĕн вăл Алмазовран именет.

—Саламлатăп, Анатолий! Тĕлĕнтертĕн те, савăнтартăн та, хурлантартăн та! — терĕ Саланов, тусĕн аллине чăмăртаса.

—Тавтапуç, Сема! Пĕлетĕн-и, çак юрра ĕнтĕ пĕтерсе хурасшăн пулчĕç паçăрхи критиксем.

—Кĕрхи шăнасем! — терĕ йĕрĕнсе Саланов.— Ан та асăн çакнашкал ырă самантра ун пек сĕлĕхсем çинчен! Авă, илтетĕн-и, студентсем сан юрруна юрлама та пуçларĕç… Тăхта-ха, Анатолий, эсĕ мана чаплă парнесем кăтартма пултăн-çке! Эпĕ ыран тухса каятăп, курмасăр каяс килмест,— терĕ Саланов.

—Музучилищĕре вĕсем, класра. Атьăр эппин, кĕрсе курăр,— хаваслансах килĕшрĕ Алмазов. Çул майăн вăл Салампие акă мĕн каласа пачĕ.

—Консерваторирен килтĕм кăна, мана Соловьев композитор хăй хваттерне чĕнтерет. Ăçтан пĕлет-ха вăл мана, студента? — тесе, тĕлĕнсе пыратăп. Савăнатăп та, шикленетĕп те: хам ачаран юратнă композитора куçа-куçăн курма тивет-çке! Пырса кĕретĕп. “Библиотекăра вăл”,— теççĕ. Библиотекă алăкне хуллен шаккатăп. “Да-да-да-да!” — илтĕнчĕ вăйсăр сасă. Кĕретĕп. Пĕчĕк пÿлĕме йăлтах кĕнекесемпе, нотă альбомĕсемпе тултарса лартнă. Сĕтел çумĕнчи вырăн çинче старик тем вуласа выртать. Эпĕ ăна журналсенче пичетленнĕ портречĕ тăрăх тÿрех палласа илтĕм. Вăл йывăр чирлĕ, ăна шалкăм çапнă, теççĕ. Эпĕ хам ята пĕлтерсен, вăл каллех тытăнчăклăн: “Да-да-да-да!” — терĕ те

вăйсăр аллине тăсса пачĕ, куçĕсем савăнăçлă ялкăшса илчĕç. Хăйне тăратса лартма хушрĕ — тăратса лартрăм. Ун аллинче хамăн “Юрату юррине” курсан, шалтах тĕлĕнсе кайрăм. Ватă композитор тем калама тăчĕ — калаймарĕ, нотăсене мана тăсса пачĕ те сĕрме купăс çинелле кăтартрĕ. “Сĕрме купăспа каласа парас-и?”—тетĕп. “Да-да-да-да!”— тет. Нихçан та эпĕ унашкал пăлханса,’ хавхаланса сĕрме купăс каламан пуль. Старикĕн куçĕсем шывланчĕç. Вăл мана аллинчи альбома тăсса пачĕ. Альбомĕнче ман юррăн пуçламăшĕ пур, малалли çук, нотăсен айне çапла çырса хунă: “Ку юрра эпĕ çĕрле уй варринче такам юрланине илтрĕм, анчах пĕтĕмĕшпех çырса илеймерĕм. Ку енчи вирьял юррисем питĕ хитре, вĕсене йăлтах çырса илме тăрăшмалла, çухалма памалла мар. 1943 çул, август”.

—Вăл çулхине, чăнах та, темле композитор пирĕн енче юрăсем çырса çÿренине асăнатчĕç, вăл пулнă иккен! —терĕ Салампи тĕлĕнсе.—Малалла вара мĕн?

—Вара вăл мана хăйĕн юрă кĕнекине ятран çырса парнелерĕ. Калаçма питĕ йывăр пулин те, пĕтĕм чун хавалĕпе тăрăшса, пÿлĕне-пÿлĕне çапла каларĕ: “Сĕрме купăсне те ил. Ывăлăма халалласа хăварасшăнччĕ, анчах вăл хамран маларах çĕре кĕчĕ. Сана халал пултăр, сан алăра янăратăр, ан шăплантăр”,—терĕ. Вара хăйне вырттарма хушрĕ те урăх чĕнмерĕ. Эпĕ вăл куçне уçасса кĕтсе тăтăм-тăтăм та, сывлăх сунса, ун аллине чăмăртарăм. Вăл хуллен куçне уçрĕ, кăшт çеç палăрмалла йăлкăшса илчĕ: “Да-да-да-да!”— терĕ те каллех лăпланса выртрĕ. Эпĕ ун патĕнчен тухсан хурлантăм та, савăнтăм та. Çавăн хыççăн ун патне часчасах кайкалатăп, вăл мана хапăл кĕтсе илет.

—Ун шанчăкне тÿрре кăлараймасан, питĕ намăс пулать вара сана, Анатолий,— терĕ Саланов, пĕр хушă чĕнмесĕр тăнă хыççăн.—Шанатăп сана.

Алмазов хирĕç ним те каламарĕ.

Туссем музыкă училищине пырса кĕчĕç.

—Класра питĕ ăшă, пальтосене гардероба хывса çакăпăр,— терĕ Алмазов, пысăк коридора кĕрсен.

—Ырă каç, Анна Матвеевна! Ну, мĕнле, концерт итлерĕн-и? Паллаш, кусем — ман çывăх туссем.

Анатолий чăлха çыхса ларакан ватă техничкăна тусĕсемпе паллаштарчĕ.

—Итлессе итлерĕм те, Толя ачам, пĕтĕмпех мар çав, радиопа кăшт çеç юрларĕç. Сан юрруна пачах илтеймерĕм,— терĕ çирĕп карчăк, чăлхине хурса.— Кам юрларĕ санне? Хĕрĕм, эсĕ мар-и?

—Çук, эпĕ юрламастăп. Муза Любимова юрларĕ. Кунта вĕренет вăл, тен, пĕлетĕр те пулĕ.

—Музине лайăх пĕлетпĕр-ха ăна, ăна пĕлменни те пур-и вара хулара? — терĕ карчăк кăмăлсăртараххăн.

Салампи, пальто хывса çаксан, çÿç тирпейлеме пысăк тĕкĕр умĕнче чарăнчĕ, каччăсем класа кĕчĕç.

—Эсĕ хăш енчисем пулатăн, хĕрĕм?—терĕ карчăк хуллен, хĕр çумне пырса тăрса.

—Выл пасарĕ, тенине илтнĕ-и? Çав еннеллисем.

—Илтмесĕр! Хĕр чухне пĕрре аттепе пынăччĕ унталла, Хĕрсем вăл еннелле шурă тăхăнса çÿреççĕ; вăрман енчи вирьял хĕрĕсем таса, хÿхĕм. Хам эпĕ анатри чăваш, Тольăсемпе пĕр ялсемех. Кунта тахçантанпах, Хветĕр Павăлч директор пулнăранпах, техничкăра ĕçлетĕп. Хам ĕмĕрте нумай чаплă мусăкçăсене курнă. Ман умра, çак çуртра, хамăрăн паллă артистсем, юрă çыракансĕм вĕренсе ÿсрĕç… Эс, хĕрĕм, тем тесе мар та, Тольăн килĕштернĕ тус-хĕрĕ мар-ши тетĕп? Унăн темле вирьял хĕрĕ пур, теççĕ.

Салампи хĕрелсе кайрĕ.

—Ой, ан шутлăр, Анна Матвеевна. Ахаль палланă юлташ çеç.

Карчăк хĕр çине ĕненмесĕртерех пăхрĕ.

—Ун пек çынпа кун курма та савăк, хĕрĕм, каларĕ

тейĕн. Тольăна эпĕ, хам ывăла пĕлнĕ пек, мĕн ачаранпа пĕлетĕп. Ырă этем пуласскер. Ачаскернех ăна, ултă çулхискернехчĕ çав, Хветĕр Павăлч хăй пехиллерĕ: “Этем пулать кунран, вĕрентесчĕ ăна!”—терĕ. Толя ун чухнех тăмра каласа ял-йыша тĕлĕнтеретчĕ. Кунта ун пек лайăх вĕренекенни çукчĕ те. Питĕ ăслă ача. Тăлăхскерех çапла ăслăйĕрлĕ пулчĕ. Шеремет ачин хăй çитĕнсе çитмесĕр те уринчен çăпата, çийĕнчен кăвак йĕм каймарĕ. Выçăллă-тутăллă шкула чупатчĕ. Çулла кĕтÿ патĕнчен татăлаймарĕ, хĕллехи каçсенче çынсен ачисем пек улаха, клуба чупмарĕ, килте çăпата тăватчĕ. Çăпата сутса кĕнекесем туянатчĕ… Хушаматран Акрамăх, терĕр, ху тем ятлăччĕ ĕнтĕ, хĕрĕм?

—Салампи ятлă.

—Хитре ят. Тĕп авалхи. Халь ун пек ятсем хумаççĕ, тем те пĕр шутласа кăлараççĕ. Аçу-аннÿ пур-и-ха?

—Атте вăрçăчченех çĕре кĕчĕ, аннепе иксĕмĕрех пурăнкалатпăр.

—Тăлăх эппин? Ăçта — вĕренетĕн-и, ĕçлетĕн-и?

—Ял хуçалăх институтĕнче вĕренетĕп.

—Эппин? Тата ыйтам-ха: хваттер мĕнле çын патĕнче? Хуçисем лайăх-и?

—Хваттер хула хĕрринче, пĕр карчăк патĕнче. Хĕрарăмĕ питĕ ырă кăмăллă, тăван анне пекех туйăнать.

—Анна Ивановна мар пуль-çке!.. Ай туру, эпĕ ăна, Анюка, хĕрĕх çул пĕлетĕп мар-и? Эпир, унпа иксĕмĕр, пĕр вăхăтра хулана килтĕмĕр. Хветĕр Павăлч музыкă шкулĕ уçсан, иксĕмĕр те кунта техничкăна кĕтĕмĕр. Анна Ивановна вăл мĕн ĕлĕкренпех студентсене хваттере ярса усрать. Халь килми пулчĕ, ĕлĕкрех килкелетчĕ ман пата. Хам та вăхăт тупса пырса кураймастăп. Салам кала манран. Хĕр чухне питĕ туслăччĕ эпир унпа, ниçта уйрăлми çÿреттĕмĕр. “Икĕ Анюк”, тетчĕç пире. Хÿхĕм хĕрччĕ вăл, санашкал. Телей сăнтан пăхса килмест çав — телейĕ пулмарĕ унăн: ĕмĕрне хăр пĕчченех ирттерчĕ. Хăй юратнă çынпа пĕрлешеймерĕ те — качча каймарĕ вара, илес текенсем нумайччĕ. Юрă çыракана, кунта вĕрентекенскере, питĕ килĕштерсе пăрахнăччĕ вăл ун чухне.

Салампи Анна Ивановнăна пĕтĕм чĕререн хĕрхенчĕ, чунĕ ыратса кайрĕ.

—Мĕнле апла? — ыйтрĕ çеç вăл, ним калаймасăр. Карчăк куç харшисене пĕркелесе илчĕ те йывăррăн сывларĕ, такама шелленĕ пек каларĕ.

—Çынсем яланах юратса мăшăрлансан — пурте телейлĕ пулĕччĕç те çав. Пÿрменнине — ăçтан?

Анна Матвеевна тутине пăчăртаса тытрĕ, пĕр хушă чĕнмерĕ. Класран сĕрме купăс сасси илтĕнсен, карчăкăн тĕксĕмленнĕ сăнĕ çуталчĕ.

— Скрипкă калать,— терĕ вăл савăнăçлăн, клас еннелле пăхса.— Çĕркаç юрласа патăм та — хитрелетсе кĕвĕлеме ĕлкĕрнĕ те. Каçсерен мана пĕрмай ĕлĕкхи юрăсене юрлаттарать. Кама курана йăлтах юрлаттарма тăрăшать. Хветĕр Павăлч çаплаччĕ, тем чухлĕ юрă çырса илетчĕ. Анна Ивановнăпа иксĕмĕр вара ун умĕнче мĕн кăна юрла-мастăмăр пуль! Халь сассăм çĕтрĕ ĕнтĕ, иртрĕç вăл вăхăтсем. Эс мана ан ятла та-ха, татах ыйтам-ха: Тольăна тавнуранпах паллатăн-и?

—Виçĕ çул ĕнтĕ.

—Эппин? Ырă ăслă ача. Сахал калаçать. Хулана килмессерен ман пата кĕрет вăл, кунтах выртса тăрать, хресчен çуртне каймасть, унта укçа тăккаличчен мĕн пур пеккине аннеме куçарса паратăп, тет. Амăшне хисеплет. Амăшĕ, ман хăраххăм, калаçма юратаканскер, пĕрмай ывăлне авлантарасшăн калаçать. Ку — яхăнне те ямасть. Муза пекки лексен, “кин” кăтартĕччĕ пĕрре карчăка. Килĕшмест мана çав Муза Толя тавра явăçни…

Салампи чĕри пăчăртанса илчĕ. “Кÿлешетĕп-им эпĕ?”— тĕлĕнсе шухăшларĕ вăл.

—Ан ятла-ха эс мана, хĕрĕм, нумай тытса тăтăм сана, пĕрмай пĕччен ларса, калаçас килекен пулса çитет. Кĕр эппин, кĕтеççĕ пуль. Чим-ха…

Карчăк ун платйи çинчи вăрăм çÿç пайăркине илчĕ те хĕр хыççăн ăшшăн пăхса юлчĕ.

—Мĕн каласси пур ĕнтĕ — шел, хамăн авлантарас ывăлăм çук,— терĕ вăл, ассăн сывласа.

Класра çамрăксем сехете яхăн ларчĕç. Алмазов тусĕсене хăйĕн çĕнĕ оперипе паллаштарчĕ, уйрăм сыпăксене вăл сĕрме купăспа та, рояльпе те питĕ хавхаланса каларĕ. Музыкăна чунтан юратакан Салановпа Салампи питĕ тимлĕ. пĕр савăнса, пĕр хурланса итлерĕç, ним чĕнми шухăша кайса ларчĕç, хăйсен талантлă тусĕшĕн калама çук хĕпĕртерĕç. Сехет иртни те сисĕнмерĕ.

Ытла кая юлса пырсан, гостиницăна кĕртмĕç тесе, Саланов кайма вăхăт иккенне систерсен тин, хĕрсе кайнă Алмазов хаклă сĕрме купăса пăтаран çакса хучĕ.

Виççĕшĕ те урамра пĕр хушă чĕнмесĕр пычĕç. Çак самантра вĕсем пулас оперăн шăпи çинчен, тăван музыкăн ÿсĕмĕ çинчен шухăшларĕç…

Алмазовпа Салампи Саланова гостиницăна кĕртсе хăварчĕç те урам тăрах тăвалла утрĕç; вĕтĕ çумăр пĕрĕхе пуçларĕ, анчах вĕсем ниме те пăхмарĕç, Салампи хваттерĕ тĕлĕнчен темиçе хут та иртрĕç. Хĕр киле кĕме васкамарĕ. Вĕсем тем çинчен те, тем çинчен те савăнса, ĕмĕтленсе калаçрĕç, юрату пирки кăна шарламарĕç. Салампи çак каçхине Анатолин малашнехи пурнăçне те, унăн килес чапне те, пысăк шăпине те хăйĕн ĕмĕтĕнче лайăх курса тăчĕ, анчах хăй ун пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнасси çинчен шутлама пелмерĕ, пултараймарĕ те. Виçĕ çул иртрĕ ĕнтĕ иккĕшĕ паллашнăранпа, виçĕ çул хушши Салампи Алмазова сăнарĕ, ăна пуринчен ытларах хисеплеме тытăнчĕ. Алмазов та ăна ытти хĕрсенчен уйăрни сисĕнет, çапах вăл хăйĕн туйăмĕ çинчен каламасть.

Мĕншĕн хĕрĕн çав юрату сăмахĕсене илтесех килет-ши? Сăмах вăл ултавлă пулма та пултарать-çке? Туйăм кăна, чĕрере çунса тăракан туйăм, тĕрĕс! Салампи тем тĕрлĕ шухăшлать пулин те, çав пысăк туйăм ăна иккĕленме памасть. Алмазовшăн вăл пĕтĕм çамрăк ĕмĕрне, пурнăçне те хĕрхенсе тăрас çук, ăна пур йывăрлăхра та хăй пултарнă таран пулăшĕччĕ, юратĕччĕ…

Çумăр хытах çума пуçласан, вĕсем урамри ватă йăмра айне чарăнса тăчĕç те, тек сăмах чĕнмесĕр, алла-аллăн тытса, хире-хирĕç пăхса тăчĕç.

Салампи каччă куçĕнче хăйĕн телейне курма тăрăшрĕ. Çак самантра вăл хăйне урăх нимĕн те кирлĕ маррине, хăйĕн пĕтĕм чун-чĕререн юратас килнине çеç туйрĕ.

Анатолий аллисене хуллен вĕçертрĕ те хĕр хул пуççийĕсем çине хучĕ, ăна хăй çумнерех тайрĕ.

Унăн пысăкланса кайнă куç шăрçисене питĕ çывăхран курсан, Салампи сасартăк çÿçенчĕ, сывлама чарăнчĕ, каччă çумне вăйсăррăн, темрен шикленнĕ пек тайăлчĕ. Илемлĕ йăваш куçĕсенче телей те, хурлăх та палăрчĕ.

Алмазов питĕ асăрханса, чи хаклă япалана тытнă пек, Салампи пуçне тытрĕ, вара хĕрĕн самантрах хурланнă куçĕсенчен ытарайми пăхса, унăн ачалла ачаш тутинчен таса туйăмпа чуп турĕ.

Халиччен пĕлмен савăнăçа, тĕлĕкре те тĕлленмен телее йышăнма хĕр чĕри пысăкланса кайрĕ, кăкăр тулли талпăнса сикме пуçларĕ.

“Мама!”

Ашшĕсĕр ача — çур тăлăх,

Амăшсăр ача — хăр тăлăх.

Ваттисен сăмахĕ.

Çак эрне, илĕртÿллĕ ырă тĕлĕк пек, сисĕнми хăвăрт иртрĕ. Салампи хăйĕн телейне, савăнăçне çынсенчен пытарма пултараймарĕ: унăн тулли кăвак куçĕсенче, илемленсе, çуталса кайнă сăнĕнче пысăк, хĕрÿллĕ туйăм ялкăшса тăчĕ.

Çав каçранпа Салампи Алмазова тĕл пулаймарĕ: Анатолий тепĕр куннех амăшĕ патне яла тухса кайрĕ, каялла

Хусана таврăннă чух, çул майăн, Шупашкара кĕрсе тухма пулчĕ.

Вырсарникун хулари тĕп библиотекăра, вулав залĕнче, Салампипе Муза тĕл пулчĕç.

—Ой, Салампи! —терĕ Муза, кулас килмесĕр йăлкăшса кулса,— хăçантанпа сана курманччĕ! Тунсăхласа çитрĕм.

Саспа калăçнăшăн вĕсем çине вулакансем кăмăлсăррăн пăхма пуçласан, Салампи именчĕ.

—Атя, Муза, Атăл хĕррине тухса уçăлар. Эпĕ паян кунта ларса йăлăхрăм.

Иккĕшĕ Атăл хĕррине тухрĕç.

—Мĕнле питĕ телейлĕ сăнлă эсĕ, Салампи! Нихçан сана кун пек савăнăçлине курманччĕ, чăнах та,—терĕ Муза, тантăшне ăмсанса.— Ас ту-ха, мĕн хирĕç пулан каччă сана куç хывса иртет, эп пуррине курмасть те… Улшăнтăн эсĕ темле, юлашки вăхăтра каçсерен килте ларми пултăн. Ĕнер каç та, виçĕм кун каç та сирĕн пата кĕрсе тухрăм — сана кураймарăм. Ăçта çухалса пурăнтăн?

—Ĕнер каç институтра стена хаçачĕ кăлартăмăр, редколлеги членĕ-çке эпĕ. Виçĕм кун литературă каçĕ пулчĕ — института поэтсем пычĕç. Халăх питĕ нумай пухăнчĕ.

—Мĕнле поэтсем? — Музăн чакăр куçĕсем йăлкăшса илчĕç.

Салампи паллă ятсене асăнчĕ.

—Эх, ма систермерĕн, Салампи! Сирĕн институтра литературă вечерĕ пуласса мана юлташсем пĕлтернĕччĕ — эпĕ пачах манса кайнă. Вăл каçхине, танцирен таврăнсан, çĕрĕпех конспектсемпе аппаланса лартăм. Питĕ йывăр музучилищĕре вĕренме, институтринчен те йывăртарах. Сольфеджио, гармони тата çавăн йышши кăткăс япаласене пĕлсе тăма йывăр, вĕренсе тинке тухать, тÿррипе каласан, йăлăхтарса çитерчĕ ĕнтĕ, чăнах та.

—Сана питĕ пултаруллă, теççĕ. Алмазов та çапла калать.

—Ман сасса пурте ырлаççĕ, чăнах та. Анчах музучилище пĕтерме талант пулнипех çитмест, ачам, хытă тăрăшас пулать.

—Манăн талант пулас пулсан, эпĕ мĕнле тăрăшăттăмччĕ! — терĕ Салампи.

Муза илтмĕш пулчĕ.

Студенткăсем, лаштра тирек айне пырса, йывăç карлăк çумне сĕвенсе тăчĕç. Çил çинче ларакан тирекĕн çулçи тăкăнса пĕтнĕпе пĕрех ĕнтĕ, юлашки сарă çулçисем тăлăххăн вĕлтĕртеткелесе лараççĕ. Каç еннелле сулăннă хĕвел ăшăтмасăр пăхать. Йăлăмри вăрман ылтăнăн-пăхăрăн курăнса ларать. Атăл тăрăх, юхăма хирĕç, вĕтĕ-вĕтĕ кăтра хумсем иртеççĕ: нÿрĕ ама çил тухăçран вĕрет — çумăр

пуласса.

—Хăçан пĕлтерчĕ сана Анатолий ман талантпирки?— сасартăк ыйтрĕ Муза, талант сăмаха хытăрах каласа.

—Концерт каçхине, театрта.

—Ун пек комплимент илтсе йăлăхса çитрĕм ĕнтĕ, чăнах та,— терĕ Муза, кăштах курнăçланса, унтан, кĕтмен çĕртенех,— Алмазов сана питĕ юратса пăрахнă, теççĕ, чăнах-и?—терĕ, куллине пытарса. Çакна каланă чух ун сасси, пĕр пек шаккакан сехет евĕр, кăшт та улшăнмарĕ. Çак сăмахсенех вăл паçăр çурма шÿтлесе, çурма вăтанчăк кăмăлпа пĕр студенткăна каланăччĕ. “Эсĕ пур çинчех вăл ман енне çаврăнса та пăхас çук”,— тенĕччĕ студенткă, ун кăмăлне çырлахтарса. Муза Салампирен те çак сăмахсене илтесшĕн пулчĕ, анчах Салампи хĕрелсе кайрĕ те хирĕç чĕнмерĕ. Муза вăл сăмах хушманшăн мар, йăпăлти сăмахпа йăпатманшăн та мар — вăтанса хĕрелнĕшĕн тарăхрĕ. Салампи сасартăк хĕрелни Музăна çак самантра хăй тахçантанпах иккĕленнине татса пама пулăшрĕ. “Телейлĕ вăл!” — шухăшларĕ Муза кÿренсе. Ун чĕринче вара хапсăну та, кÿлешÿ те, курайманлăх та çуралчĕ. Ĕлĕкрех вăл çак чаплă тумланса çÿреймен, косметикă вăрттăнлăхĕсене чухлайман, капăрланма-чиперленме тăрăшман хĕр çине мăн кăмăллăн, çÿлтен кăна пăхатчĕ, хăйĕн йăлтăркка илемĕпе, янтă капăр çи-пуçĕпе янкăсланса, пур хĕр-тантăш умĕнче хăйне мала хуратчĕ. Халĕ вăл Салампи çине кÿлешен хĕрарăм куçĕпе пăхрĕ—унăн сăнĕнче, тумĕнче çитменлĕх, айванлăх, мĕскĕнлĕх курма шутларĕ, анчах Салампин уçă кăмăллă сăнĕ те, чухăн çи-пуçĕ те ăна çак самантра мĕскĕнле мар, мăнаçлăн курăнчĕç, унăн тахçан кĕвĕçтермесĕр илемлĕ курăннă сăнĕ халĕ Музăна калама çук кĕвĕçтерчĕ те, кÿрентерчĕ те.

—Ас ту, искусствă çыннисене ытла ан шан: каччă хурри пулса юлăн. Анатолие питĕ çывăх пĕлетĕп, вăл маншăн тем тума та хатĕр,— терĕ Муза, Салампи еннелле куç хÿрипе пăхса.

Унăн илемлĕ сасси хальхинче темле хаяррăн янăрарĕ, Салампи чĕрине шартах сиктерчĕ.

Салампи çав самантра Анна Матвеевна каланине аса илчĕ, ун чĕринче вара Музăна хирĕçле туйăм, хăй телейĕшĕн çирĕп тăрас кăмăл çуралчĕ.

—Мĕншĕн ун çинчен мана калатăн-ха? — куçран пахса, çирĕп сасăпа ыйтрĕ вăл Музăран.

Лешĕ хăйне майлă ăнланчĕ, шăнкăрав пек янăран сассипе ахăлтатса кулса ячĕ.

—Ан кÿрен, тусăм! Шÿтле çеç каларăм. Хăвăрт кÿренетĕн-çке эсĕ, пĕлменччĕ. Авă, çынсем пирĕн еннелле пăхма пуçларĕç, хирĕçетпĕр, тейĕç тата. Каяр кунтан, çил çинче сулхăн. Атя хула садне каяр, халь унта, кĕрхи вăрманти пекех, питĕ романтичнă,— терĕ Муза Вирьялов сăмахĕсемпе (ĕнер каçхине хула садне кайма чĕннĕ чух Леон ăна çапла каланăччĕ…).

—Кайса уçăлар эппин, эпĕ библиотекăра ларса пăчăхрăм, хваттере таврăнма та вăхăт,— ирĕксĕртереххĕн килĕшрĕ Салампи. Муза Алмазов пирки киревсĕр калани ăна пĕрре те канăç памарĕ. “Чăн, ытлашши именчĕк эпе, акă Музăна тĕпчеме те, Анатолипе иккĕшне мĕнле туйăм çыхнине ыйтса пĕлме те хăяймастăп. Çакăнта Пысăк Нина пулнă пулсан, Музăна вăрçса тăкнă е хăй калас тенине пат татса калĕччĕ те — уйрăлса утнă пулĕччĕ. Пуринпе те ытлашши йăваш эпĕ — ку манăн çитменлĕх. Муза мана юратмасть, çакна тин çеç уççăн кура пуçларăм. Эпир иксĕмĕр — кунпа çĕр пекех расна, чăн калать Анна Ивановна”,— пăшăрханса шухăшларĕ Салампи„

Вĕсем ача садне пырса кĕчĕç.

Çăка, вĕрене çулçă тăкнă — ура айĕнче типĕ çулçă чăштăртатать. Садра лăпкă та илемлĕ, кунта, чăнах та, кĕрхи вăрман аса килет.

Студенткăсем пĕр-пĕринпе калаçса пынă вăхăтра аллейăна пĕчĕк ачасем шавласа тухрĕç. Вĕсем пурте хĕрлĕ пиншакпа, шĕвĕр тăрăллă хĕрлĕ çĕлĕкпе; аякран пăхсан, пурте пĕр çÿллĕш, пурте пĕр сăнлă пекех туйăнаççĕ.

—Ача çуртĕнче ÿсекенскерсем вĕсем,— терĕ Муза, Салампи ачасем çине сăнаса пăхнине курсан.— Вĕсен ашшĕамăшĕсем вăрçăра çухалнă. Хушăран пырса пăрахни те пулкалать, теççĕ. Вăл ачасен хăшин-пĕрин ячĕ те, хушамачĕ те çук пулмалла.

Салампи ачасем çине ăшă куçпа юратса та хĕрхенсе пăхрĕ.

Студенткăсем ачасем тĕлĕнчен иртнĕ чух пĕри, кăвак куçлă сарă ача, çулçă пуçтарма чарăнчĕ те Салампи çине чăрр! пăхрĕ, унтан чуна тивекен сасăпа:

—Мама!—тесе кăшкăрса ячĕ.

—Атя часрах! — терĕ хăраса ÿкнĕ Муза, Салампие

хултан туртса.— Вĕсем кашни хĕрарăмах çапла “мама” тесе çулăхаççĕ, тет, вара вĕсенчен хăтăлма та çук, тет.

Пĕчĕк ача, аллисене кăнтарса, “мама! мама!” тесе, хыçран чупма пуçларĕ.

Салампи Муза аллинчен вĕçерĕнчĕ те тăпах чарăнса тăчĕ. Ача, чупса çитсе, унăн пальти аркинчен çатăрласа тытрĕ те, хĕр çумне пăчăртанса, макăрса ячĕ:

—Мама! Мама! Мама!

Салампи ним калайми пулса тăчĕ.

—Валерик! Валерик! — илтĕнчĕ йывăçсем хушшинчен хĕрарăм сасси, çав самантрах аллейăна çамрăк хĕрарăм тухрĕ. Вăл Валерике Салампи çумĕнчен уйăрасшăн пулчĕ, анчах лешĕ, хĕр çумне тата хытăрах пăчăртанса, пушшех макăрма тытăнчĕ.

—Мама! Мама! Мама!

Аптранă Салампи малтанлăха ним тума та пĕлмерĕ, унтан ачана алă вĕççĕн çĕклерĕ те кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ.

—Ан макăр, Валерик! Валерик! — терĕ ачашшăн.

Ача тÿрех макăрма чарăнчĕ те пĕчĕк аллисемпе Салампие мăйран ыталаса илчĕ.

—Мама…

Ачасене пăхса ÿстерекен хĕрарăм Валерик аллисене аран çеç хĕр мăйĕнчен вĕçертрĕ, ачана макăрта-макăртах каялла çавăтса кайрĕ.

Ача ун аллинчен хăтăлма тапкаланчĕ, туртăшрĕ, аллине Салампи еннелле кăнтарса, кăшкăрса макăрчĕ.

Салампи садран чун-чĕрипе хыпса-çунса тухрĕ. Ача “Мама!” “Мама!” тесе макăрни ун хăлхинче янăраса тăчĕ.

Муза Салампие кĕтсе тăмасăрах кайнă иккен.

Пăшăрханнă хĕр халĕ ун çинчен шутласшăн та пулмарĕ, тăлăх ача макăрни ун асĕнчен пĕрре те тухма пĕлмерĕ.

Çĕрле вăл канлĕ çывăраймарĕ, тĕлĕкре те Валерике курса, хурланса вăрана-вăрана кайрĕ. Тепĕр кунне, института çитес чухне, вăл урамра ăнсăртран ĕнерхи хĕрарăма, ача çуртĕнче ĕçлекеннине, тĕл пулчĕ. Лешĕ ăна сывлăх сунчĕ те тÿрех пăшăрханса калаçа пуçларĕ.

—Пĕлетĕр-и, Валерик çĕркаç çывăрмарĕ. Çĕрĕпех “мама!” тесе кăшкăрчĕ… Ни апат çимест, ни шыв ĕçмест, пĕрмай “мама” тесе макăрать… Пурне те аптратса çитерчĕ ĕнтĕ, ачасене те çывăрма памарĕ…

Лекцире Салампи тĕлĕрекен çын пек, илтнĕ сăмаха илтмен пек ларчĕ. Профессор мичуринла генетикă çинчен каласа ăнлантарать, анчах Салампи хăйĕннех шухăшлать.

“Мама! Мама!” — янăрать ун хăлхинче. Куçĕ умĕнчех пĕчĕк Валерик аллисене кăнтарса, йăлăнса чупать. “Мама! Мĕншĕн пăрахса таратăн манран!” теççĕ унăн пысăк кăвак куçĕсем. Çав куçсенчен Салампи ниепле те хăтăлма пултараймарĕ.

Каçхине Вирьялов Саламписен хваттерне пымарĕ. Хĕр хăйне сивленĕ хыççăн та вăл, Пĕчĕк Нинăран кĕнекесем, конспектсем илме тесе, кашни каçах пырса лараканччĕ, çапах пурте вăл мĕншĕн, камшăн çÿренине куратчĕç. Кĕçĕр пымарĕ. Салампи ку мĕне пĕлтернине сисмерĕ, вăл хăйне çак вăхăтра Вирьялов йĕрĕнтерменшĕн савăнчĕ кăна.

Нина институт библиотекинчен çĕрлене юлса таврăнчĕ. Вăл, темшĕн тусĕпе ытлашши калаçмасăр, апат çикелерĕ те çывăрма выртсан тин, тĕттĕмре сăмах хушрĕ.

—Салампи, эпĕ сан çинчен усал хыпар илтрĕм.

Салампи чĕри, теме сиссе, кăрт! сикрĕ.

—Мĕнле хыпар?

—Эсĕ ача тунă, теççĕ, ачине детдомра вăрттăн усрать, теççĕ. Вирьялов манран ыйтрĕ: “Эсĕ пĕлме кирлĕ, чăнах çапла-и?” — терĕ.

“Авă мĕншĕн килмест иккен Леон!”—тÿрех шухăшласа илчĕ Салампи, вара Нинăна ĕнер садра мĕн пулни çинчен каласа пачĕ.

—Кам элеклеме пултарнă-ха çав териех? Манпа пĕрле садра Муза кăначчĕ-çке?

Эпĕ Музăна шанмастăп, — терĕ Нина, — ун сăмахĕ, сулчă çип пекех, çирĕп мар. Чĕлхи те чараксăр. Чараксăр чĕлхеллĕ çын çăварне яланах элек йăва çавăрать, теççĕ. Эсĕ ытлашши ĕненетĕн, Салампи, ун йышшисене. Çавăнпа сана питĕ ятлас килет.

Салампин кĕçĕр те ыйхă килмерĕ. Ирхине института кайнă чухне вăл урамра каллех хайхи хĕрарăма тĕл пулчĕ.

—Валерик çĕркаç та çывăрмарĕ, пĕрмай сире курасшăн аптратать. Начарлансах кайрĕ,— терĕ ача çуртĕнче ĕçлекен; Салампи унран ача çурчĕн адресне ыйтса пĕлчĕ, вырсарникун пырса курма пулчĕ.

Лекцире профессор мĕн вуланине вăл тĕлĕкри пек çеç итлесе ларчĕ. Усал хыпар ял хуçалăх институтне çитеймен пулас: студентсем нимех те шарламарĕç. Хваттере таврăннă чух Салампи ăнсăртран универмагра Музăна тĕл пулчĕ.

Любимова, курмăш пулса, аяккалла пăрăнса иртесшĕнччĕ — Салампи ăна ятран чĕнсе илчĕ.

—Пуйса кайрăн-им, палламастăн?

—Асăрхаман, чăнах та… Мĕн илесшĕн эсĕ кунта, голубой песец-им? — терĕ Муза, капăшка кăвак çухаллă капăр пальто еннелле пуçĕпе сулса кăтартса.

—Ăна туянма пирĕн кĕсъе тĕпĕсем якарах-ха,— кулса каларĕ Салампи.— Студенткăна кун пекки те юрĕ,— хушса хучĕ вăл, хăйĕн якалнă çÿхе пальтине кăтартса.

—Мана çав вунă пинлĕх каракуль питĕ илĕртет. Папа командировкăран таврăниччен ăна пĕр-пĕр çын туянасран чунăм çук, чăнах та.

—Муза, стипенди иличчен мана пĕр вунă тенкĕ кивçен памăн-ши? — ыйтрĕ Салампи.

—Вун тенкĕпе мĕн илмелĕх пур, япăх духи те килмест. Кирлех пулсан, пилĕк çĕр таран пама пултаратăп. Кайран тавăрăн, сана шанатăп.

—Çук, вунă тенкĕ çеç пар, ытлашши кирлĕ мар мана, пĕр пĕтерсен каялла тавăрса пама йывăр пулĕ… Куншăн та тавтапуç…

Тавар сутакан Салампие тута купăсĕ чĕркесе панине курсан, Муза питĕ тĕлĕнчĕ, анчах ним те шарламарĕ, тем шухăшларĕ те ыйтса пĕлес темерĕ. Вĕсем магазинтан пĕрле тухрĕç.

Ача çурчĕ тĕлĕнчен иртнĕ чух:

—Атя, çакăнта йăпăрт кĕрсе тухар,— терĕ Салампи.

—Ой! Çуках! Мĕн шут тытрăн эсĕ? Тăлăх ачасем сырăнма-и? Мĕн тăвам-ха эпĕ унта? хăраса каларĕ Муза.— Эпĕ кунта кĕтсе тăрăп, кĕмеллех пулсан, кĕрсе тух эппин.

Салампи ача çурчĕн картишне кĕчĕ, дежурнăй сестраран Валерик пирки ыйтрĕ.

Çурт умĕнчи садра, хĕвел ăшшинче, пĕчĕк ачасем выляççĕ. Акă вĕсенчен пĕри студенткăна курсанах: “Мама!”— тесе кăшкăрса ячĕ те ăна хирĕç аллисене кăнтарса чупрĕ.

Салампи ăна алă вĕççĕн çĕклерĕ, кăкăрĕ çумне пăчăртаса йăпатрĕ, вара ачана тута купăсĕ пачĕ.

Муза çакна йăлтах тимер карта витĕр тĕлĕнсе пăхса тăчĕ, вара, Салампи тухасса кĕтмесĕрех, çывăхри магазина кĕрсе кайрĕ.

Салампи Валерикпе чылай ларчĕ, ăна купăс кăшкăртма вĕрентрĕ, юлашкинчен, ыран килме пулса, ачаран аранах уйрăлчĕ.

Пĕчĕк Валерик сад алăкĕ патне çити ун хыççăн макăрса чупрĕ. Ăна вăйпах каялла илсе кайрĕç.

Салампи хваттере йывăр кăмăлпа таврăнчĕ. Çавăн хыççăн вăл кулленех ача çуртне, Валерик патне, çÿрерĕ, ун патне кайса ăна йăпатасси — уншăн чыс тивĕçĕ пулса тăчĕ.

Пĕр каçхине Анна Ивановнăпа Салампи хваттерте иккĕшехчĕ.

—Мĕн эсĕ, хĕрĕм, хытă улшăнтăн çак кунсенче? Пĕрре савăнăçлă, тепре хурлăхлă ларатăн, çĕрле ассăн сывласа выртатăн. Хуйхă пулчĕ-им е кама та пулин юратса пăрахрăн-им?—шÿтлесе ыйтрĕ карчăк.

—Анна Ивановна, эпĕ ача усрава илес тетĕп,— пĕлтерчĕ хĕр.

Карчăкăн тĕлĕннипе çăварĕ карăлса кайрĕ, вăл сыпас тесе ăснă яшкине те сыпаймарĕ, каялла турилккене ячĕ.

—Шÿтлесе калатăн-и эсĕ, Салампи? — ыйтрĕ вăл, кăштах тăхтасан.

—Чăн калатăп, Анна Ивановна.

— Вĕренме пăрахас тетĕн-им апла?

—Çук, пăрахмастăп! Çемьеллĕ, ача-пăчаллă студенткăсем те вĕренеççĕ-çке?

—Вĕсем çемьеллĕ, сан çемйÿ ăçта? Хваттер те тăвăр пулать. Эпĕ ача сасси юратмастăп.

—Урăх хваттер тупăп, Анна Ивановна, тăвăрласа пурăнмăп.

Карчăк хĕр куçĕнчен пăхрĕ те çавăнтах çемçелсе кайрĕ.

—Эпĕ хăвна хĕрхенсе каларăм, Салампи. Ача усрава илни лайăх-ха вăл, ырă ĕç, уншăн никам та ятлама çăвар уçас çук. Анчах эсĕ хĕр-çке, çитменнине студенткă, килĕнте те пуян пурăнмастăр, аннÿ хăвна та аран çеç пулăшкалать, мĕнле пăхса ÿстерес тетĕн вăл ачана? Шутламасăр персе яма çăмăл вăл.

—Шухăшларăм ĕнтĕ, Анна Ивановна, урăх шут çук маншăн. Питех йывăр килсен, донор пулатăп, государствă та пăрахмĕ. Хам та тăлăх ÿсрĕм, пĕлетĕп мĕнлине… Хăр тăлăх вĕт вăл ача… Мана тăван амăшĕ вырăнне хурать…

—Эпĕ ятласа мар, хĕрĕм, хăвна хĕрхенсе каларăм. Тăлăх-турата пăхса ÿстерни — сăваплă ĕç-ха вăл, анчах ача сан çулу урлă выртакан каска пулмĕ-ши: качча каймалли хĕр-çке эсĕ?

—Юратакан çын çавах илет, Анна Ивановна. Юратманнине эпĕ нихçан та каяс çук. Пĕлместĕр-ха эсир ман камăла,— терĕ Салампи хуллен. Кăна вăл карчăка та мар, такама, хăй ĕмĕтĕнчи çынна, пĕлтернĕ пек каларĕ.

—Юратман çынна… Юратнине каяймасан — мĕнле

вара? Емĕр пĕччен, акă çапла, пурăнса ирттерес-и?—терĕ карчăк, пÿлĕм тавра кăтартса.

Салампи çав самантрах Анна Матвеевна Анюкăн телейсĕр юратăвĕ çинчен каланине аса илчĕ те тăлăх карчăка, хĕрлех ватăлнăскере, калама çук хĕрхенчĕ.

Тепĕр кунне, Музăна тĕл пулсан, Салампи ăна хăй Ваерике усрава илме шутлани çинчен пĕлтерчĕ.

Любимова тĕлĕнсе кайрĕ, унăн сенкер куçĕсем чарăлчĕç.

—Çын ачине-и?

“Çын ачине илетĕн-и?” тенĕ шухăшпа мар, “çын ачи-ши вăл, сан тăван ачу мар-им?” тенĕ пекех ыйтрĕ Любимова.

—Унăн амăшĕ хирте ĕçленĕ чухне фашистсен мини çине çитсе кĕрсе пĕтнĕ, ашшĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Ачан тăванĕсенчен никам та юлман. Усрава илсен, тăван ывăлăм пулать,— терĕ Салампи.

—Эх, Акрамова, калаçатăн çак кирлĕ мара,— ÿпкелешрĕ Муза, тантăшне пĕрремĕш хут хушаматран чĕнсе.— Эсĕ питĕ чаплă хĕр, сана темле хÿхĕм каччă та юратмалла. Институт пĕтерсен, хăвна ху ирĕклĕ çын пулатăн: ăçта каяс килет — кай, мĕн тăвас килет — ту, кама савас килет — сав. Хĕр пуçупах ача усрава илсен, хăвăн яш ĕмĕрне сая ярасса пĕлместĕн-им?

—Уншăн яш ĕмĕр мĕншĕн сая кайтăр-ха? Юратакан мăшăра усрав ача мĕншĕн чăрмантартăр? Чăн юратăва мĕн чăрмантарма пултартăр?

—Практичнă шутламастăн эсĕ, вун çичĕ çулхи хĕр пек айван калаçатăн. Вирьялов юратмастчĕ-им сана? Ирĕн-каçăн сан хыççăн чупма хатĕрччĕ. Халĕ ав мĕнле калать вăл: мана ачаллă хĕр кирлĕ мар, тет.

—Мана та ун юратăвĕ кирлĕ мар!—терĕ Салампи хыттăн.— Юрату та мар вăл!

Музăпа калаçиччен Салампие ача усрава илесси шиклентеретчĕ, халĕ вара çак шута вăл çирĕп тытрĕ.

Пĕр каçхине вăл урама капăр тумланса тухрĕ; иртнĕ пасарта туяннă хром аттине тăхăнчĕ, шурă пурçăн тутăр çÿçисене пальто çийĕн кăларса ячĕ. Кĕçĕр Алмазов ялтан таврăнма кирлĕ, ыран вăл ирех Хусана тухса каять. Хулара унăн хваттер çук, çул майăн вăл яланах училищĕне, Анна Матвеевна патне, кĕрет. Кĕçĕр унпа курса калаçмалла — вăл мĕн калĕ-ши тата? Е вăл та Вирьялов пекех пăрăнĕ-ши? Çук, вăл ун пек тăвас çын мар! Салампи ăна пĕтĕм чĕререн ĕненет.

Атăл хĕрринчи сад умĕнче Салампи ăнсăртран Музăна тĕл пулчĕ. Муза, кулас килмен çĕртенех кулкаласа, Салампие алă пачĕ.

—Муза, эсĕ училищĕне каятăн-и?

—Çавăнта,— терĕ хĕр тем шутласа илнĕ хыççăн, ирĕксĕртереххĕн.

—Паян унта Алмазов пулма кирлĕ.

—Вăл унтаччĕ, эпĕ ăна паçăр куртăм. Сан патна тухма чĕнес-и ăна?

Салампи хĕрелсе кайрĕ, ним калаймарĕ.

—Юрĕ, чĕнсе тухăп,— терĕ Муза, Салампи çине пăх масăр. Вăрт! çаврăнчĕ те уттара пачĕ, пальти çийĕн кăларса янă шурă шарф вĕçĕсем кайăк çуначĕсем евĕр варкăшса пычĕç.

Сад умĕпе çынсем нумай çÿренĕрен, Салампи Атăл хĕрринелле утрĕ: Анатолий ăна аякранах палласа илме тивĕç.

Çур сехет те иртрĕ, çаплах Алмазов тухмарĕ-ха. Тен, вăл, ялтан ĕшенсе таврăннăскер, çул хыççăн кăшт канать пуль? Тен, тухиччен пĕр-пĕр ĕç туса пĕтерес тет пуль?..

Çил çинче Салампи çÿçеннĕ пек пулчĕ, ăшăнмалла утса çÿре пуçларĕ. Ун пекех пăлханса, Атăл хĕрринче шур тутăрлă хĕр уткалать, час-часах аллинчи сехечĕ çине пăхса илет. Салампин сехет çук, çавăнпа вăхăт мĕн чухлĕ иртнине чухлаймасть вăл. Тен, пĕр сехет те иртрĕ пуль… Акă анатран пĕр каччă васкаса килни курăнчĕ. Çук, Анатолий мар. Шур тутăрлă хĕр ун патнелле савăнăçлăн ыткăнчĕ, вĕсем пĕр-пĕрине ыталарĕç те каллех анаталла анса кайрĕç. Пĕр самант Салампи çав хĕре, унăн телейне кĕвĕçсе илчĕ. Вăл хăйĕн савнине ун пек кăна мар кĕтсе илĕччĕ! Анчах мĕншĕн çаплах тухмасть-ха Толя? Театрта Муза юрлани аса килчĕ:

Сывлăм ÿкет садсем çине,

Каç сулхăнĕ çапать çĕре.

Ăçта-ши эс çак каçхине?

Сана кĕтсе çунать чĕре.

Анаталла анса кайнă çамрăк мăшăр каллех Атăл хĕррипе тăвалла хăпарчĕ. Хĕрĕ каччи çумнех йăпшăннă, тем çинчен питĕ тăрăшса калать. Салампи тĕлĕнче телейлĕ мăшăр шăпланчĕ, унтан иртсен каллех савăнса-кулса калаçма пуçларĕ.

Йывăç карлăк çумне сĕвенсе тăракан Салампи вĕсем çине халĕ пĕтĕм чунтан ăмсанса пăхрĕ. Ун шухăшĕсем пăтранса кайрĕç. Ăна йăлтах: çак кунсенче е малтанрах пулса иртнĕ ĕçсем те, пĕчĕк Валерике тĕл пулни те, кĕçĕр Атăл хĕрринче пĕччен шăнса савнине кĕтни те, хĕрлех ватăлнă Анна Ивановна та, çак телейлĕ мăшăр та — йăлтах тахçан тĕлĕкре курнă мĕлкесем пек çеç туйăнчĕç.

Ун умĕпе каллех шур тутăрлă хĕрпе каччă утса иртрĕç. “Акă-çке шăпах тĕлĕкре курни,— шухăшларĕ Салампи, вĕсĕм çине пăхса.— Хĕрĕ шăпах çапла тумланнăччĕ: пальтопа, шурă тутăрпа, каччи плащпа, кепкăпа… Ун чухне те хĕрĕ, щăпах çапла савнийĕ çумне йăпшăнса, ăна юратса тем калатчĕ… Эпĕ те шăпах çапла карлăк çумне сĕвенсе, вĕсем çине кĕвĕçсе пăхаттăм…”

Шавласа калаçни Салампи шухăшне сирчĕ. Ун патнелле виççĕн янăраса килеççĕ. Хĕр вĕсен çулĕ çинчен аяккалла, сад мĕлкинерех, кайса тăчĕ.

Вирьяловпа пĕркунхи “кĕрхи шăнасем” ун çывăхĕнченех кафе еннелле васкаса иртрĕç. Лутри аллисене сулсах литературă çинчен шавлать, самăрри хушăран çеç сăмсапа нĕрлесе тем калать; Вирьялов, вĕсене юрама тăрăшса, ним шарламасăр пырать. Салампи ăна чĕнсе илме те, çав сĕгĕрĕнчĕксемпе ĕçме ерсе каясран тытса чарма та хатĕрччĕ, анчах хăй кунта мĕншĕн тухнине аса илчĕ те ытла çемçе чунлă пулнăшăн хăйне хăй ятларĕ.

Кинотеатртан халăх кĕрлесе тухрĕ. “Икĕ сехет кĕтетĕп иккен,—шутларĕ Салампи.— Тен, вăл Музăна куриччен кино курма кĕнĕ пулĕ. Халĕ, киноран тухсан, вăл ман патăма килме кирлех. Тен, эпир виççĕмĕш сеанса пĕрле кĕрсе курма ĕлкĕрĕпĕр”.

Киноран тухнă халăх та саланчĕ, Атăл хĕррине пынă хаваслă мăшăрсем те кайса пĕтрĕç. Салампи каллех пĕччен тăрса юлчĕ.

— Килсем, тусăм! —терĕ хĕр сасăпах, тĕттĕм Атăл çинелле пăхса.— Иксĕмĕрĕн кĕçĕр питĕ нумай калаçмалла. Эпĕ санран юлашки канаш ыйтасшăн: килĕшĕн-ши эсĕ манпа, “ачаллă хĕрпе”, пурăнма, килĕшмĕн-ши? Эпĕ сана йăлтах каласа парăп, хам юратăва пытармăп! Килсем, тусăм! Кĕçĕр вырсарни каç, санпа ирччен çÿреме те хатĕр эпĕ…

Пĕччен ытла кичем мана,

Сансăр мĕнле çĕр ирттерес?

Мĕн пулчĕ-ши, тусăм, сана?

Ăçта-ши эс? Кампа-ши эс?

Тем самантра ăна çак юрă та, çак тунсăх та, çак кĕрхи сулхăн каç та тахçанах ăшă ыйхăра курнă тĕлĕк евĕр çеç туйăнчĕç. Шухăшсем каллех пăтранса кайрĕç.

Кинотеатртан халăх тухрĕ.

“Çур çĕр çитрĕ иккен! Текех кĕтес мар ĕнтĕ, халь тин килеймĕ, тем чăрмантарчĕ пулĕ, е Муза ăна эпĕ кĕтни çинчен пĕлтереймен” тесе, чунтан пăшăрханса, Салампи кинотеатр патнелле утма пикеннĕччĕ, анчах сад карти çумĕнчех хытса тăчĕ, театр умĕнчи çутăра, халăх хушшинче, вăл Музăпа Алмазова лайăх палласа илчĕ.

Алмазов Музăна хултан çавăтса пырать. Акă вăл хĕре тем кулăшла сăмах каларĕ пулас — Муза урама янăратса! кулса ячĕ. Çав кулă Салампи чĕринче çĕрлехи вăрманта тиха кĕçеннĕ пекех янăраса кайрĕ, хĕрĕн кÿтсе çитнĕ чунчĕрине вăйлă ток евĕр пырса çапрĕ…

—Мĕн пулчĕ сана, хĕрĕм, эсĕ кĕл пек кăвакарса кайнă? —терĕ Анна Ивановна шикленсе, алăк уçма тухнăскер

Пĕчĕк Нина, тусне кĕтсе, халичченех çывăрман, кĕнеке вуласа ларать.

—Курса калаçрăн-и? — ыйтрĕ вăл тÿрех.

—Çук, калаçаймарăм… курасса куртăм,— терĕ Салампи, лăпкăн калама тăрăшса, хăй çавăнтах тутине çыртрĕ.

—Эпĕ те куртăм,— терĕ Нина.— Хамăр группăри студенткăсемпе кинона иккĕмĕш сеанса кайрăмăр та тухнă чухне вĕсене иккĕшне хирĕç пултăмăр… Муза, йыт пулли пекех, авкаланса пырать…

Салампи апат çиме те, чей ĕçме те лармарĕ, хывăнчĕ те тÿрех вырăн çине кĕрсе выртрĕ, пуç çинченех утиялпа витĕнчĕ.

Нина пĕтĕм чунтан тарăхса каларĕ:

—Каларăм сана тахçанах, çав Музăпа ан çÿре, тесе! Ун йышшине ăна куçпа кур та — урапа тар! Палан пек вăл: юнĕ пур унăн, чунĕ çук.

Анна Ивановна ним чĕнмесĕр сĕнксе ларчĕ-ларчĕ те кухньăна тухас умĕн тин çăвар уçрĕ:

—”Хĕрĕ пăхма хĕвел пек, ăшĕ-чикки — тикĕт пек”,— тесе юрлатчĕç ĕлĕк ун йышшисем пирки,— терĕ.

Салампи пек юратма пĕлен хĕр чĕри çакнашкал йывăр вăхăтра мĕн тÿссе ирттернине кам калама пултартăр?

Тепĕр икĕ кунтан Салампи пĕчĕк Валерике хваттере илсе килчĕ.

Ача малтанлăха палламан çынсенчен ютшăннă пек пулче, унтан часах пурне те хăнăхса çитрĕ. Салампипе Нина ăна алăран ями юратрĕç, Анна Ивановна кухньăран кăларми çитерме тăрăшрĕ. Каçсерен вĕсем патне студентсем нумаййăн çÿре пуçларĕç, пурте Салампипе Валерик валли парнесем илсе пычĕç, çĕнĕ хваттер тупма пулăшасси çинчен те калаçкаларĕç, анчах Анна Ивановна куççулĕпе тархасласах Салампие хăй патĕнче юлма ыйтрĕ.

Эрне иртрĕ. Салампи яланхи пекех пĕр лекци сиктермесĕр института çÿрерĕ, тăрăшса вĕренчĕ. Ансăртран Музăпа тĕл пулас марччĕ тесе, вăл урамра та, кинотеатрсем, магазинсем таврашĕнче те сахалтарах пулма тăрăшрĕ, лешĕ те çак кунсенче ытлашши тухсах çÿремерĕ пулас. Вирьялов тек Саламписен хваттерĕ еннелле ура ярса пусмарĕ. Алмазов çав ылханлă каç хыççăнах, тепĕр ирхине, Хусана тухса кайнă, тесе пĕлтерчĕ Нина.

Салампи халĕ ĕнтĕ “ĕлĕкхи хуйхă-суйхăсене” пĕтĕмпех манма шутларĕ: “Каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн”,— терĕ. Анна Ивановна, кăнтăрла килте пĕччен ытла кичем тесе, Валерикĕ ача садне нимпе те яртармарĕ. Вăл, халиччен ача ÿстерсе курманскер, Валерике пĕтĕм чунтан юратса пăхма пикенчĕ.

“Салампин ача пур” тенĕ хыпара ун амăшĕ патне ялти кăтăклă чĕлхеллĕ Маруç инкĕшĕ илсе çитернĕ. Вăл иртнĕ вырсарникун, пасара килсен, хăйĕн мăнаккăш хĕрĕпе курса калаçнă иккен. Пĕр кашкăрĕ сас парсан, тепри ÿлесех ярать мар-и? Маруç инкĕшне те пĕр-пĕр çĕнĕ хыпар пĕлтер кăна — ун пек чухне вăл йĕпрен пĕрене тума пултарать. Салампи амăшĕ, чĕрепе аптраса пурăнаканскер, усал хыпара илтсен хытах чирлесе ÿкнĕ, хĕрĕ патне: вилетĕп, тесе хут янă.

Амăшĕн çырăвне илсен, Салампи тепĕр куннех япалисене пуçтарчĕ те каллех пасара лавпа килнĕ Маруç инкĕшĕпе яла таврăнчĕ. Анна Ивановна тем пек ыйтсан та, Салампи Валерике хăйĕнчен хăвармарĕ.

— Ывăлне амашĕнчен уйăрма юрамасть. Эпĕ Валерикшĕн тăван амăшĕ пулатăп. Текех ĕнтĕ ăна никама та парассăм çук,— терĕ çирĕппĕн.— Ан пăшăрханăр тÿрĕ сăмахшăн. пĕлетĕр ман кăмăла… Сывă пулăр, Анна Ивановна, Нина.

Лав çине ларсан тин ирĕксĕррĕн йăлкăшса илчĕ те хурланнă карчăкпа тус-хĕрне йăпатса каларĕ:

— Ан хурланăр, нумай кĕттермĕп. Эпĕ каллех таврăнатăп кунта… тăван института!..

Сăмах нумай ял çинче Çемçе чĕлхе веçĕнче.

Халăх шăв-шавĕ пĕр вĕçлĕ, Шăв-шав сăмах çĕр тĕслĕ.

К. И в а н о в.

Усал сăмах утпа çÿрет, çилпе вĕçет, чÿречерен кĕрет.

“Салампи хĕр халлĕн ача çуратнă” текен хыпар питĕ хăвăрт сарăлчĕ; ун ятне çывăхри ялсенче те асăнчĕç: тахçан институтра куркаланă студентсем те, пурнăçра ăнсăртран тĕл пулса пĕр-ик сăмах хушнă каччăсемпе хĕрсем те Салампие çывăх пĕлсе тăнă пекех калаçрĕç, ăна нихçан курман-илтмен инкесем те, ирсерен çăл умне пухăнсан, ун пирки шавларĕç; таса хĕр ятне тикĕтпе варалаканни те, аманнă çынна чулпа перекенни те, арасланса тăракан сурана тăвар сапаканни те пулчĕ,— халăх сăмахĕ ай-ай тăварлă!

Хĕрхенсе хута кĕрекенни те, юратаканни те тупăнчĕ.

Реклама

Александр Артемьев: Салампи (2 пай)” çине 3 шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.