Александр Артемьев: Салампи (1 пай)


Александр Артемьев — профессилле çыравçă, литератор. Шкултан вĕренсе тухсанах вăрçа кайса Германи, унтан Япони хирĕç çапăçнă, темиçе хутчен аманнă. Вăрçă хыççăн Мускаври литература институтĕнчен вĕренсе тухнă… Тĕплĕнрех→


Салампи

Роман

Тупмалли
Пĕрремĕш пайĕ: Хĕр ĕмĕрĕ хăналăх | Сивĕннĕ саламсем | Амăшĕн çĕр шухăш, хĕрĕн — пĕр шухăш | Икĕ хĕр
Иккĕмĕш пайĕ: “Салампи — саламлă ят” | Студентсем | Кĕрхи шăнасем | “Мама!”
Виççĕмĕш пайĕ: Ял-йыш | Сывалман сурансем | Йелтĕр йĕрĕ | Çамрăклăх
Тăваттăмĕш пайĕ: Салтак амăшĕ | Кил-йыш | Алмазов таврăнни | Автан çырми патĕнче

 

Пĕрремĕш Пайĕ

Хĕр Ĕмĕрĕ Хăналăх

Хĕр чухнехи пурнăçа
хăналăха, теççĕ.
—Н. Ашмарин.

Хĕрĕн кун-çулĕ хăналăх пекех.
—П. Xусанкай.

Купăс сасси илтĕнсен кĕрхи каç та илемлĕ.

Таçтан тури касри йăмрасем айĕнчен юрă вĕçсе килчĕ те, анат касри улаха чун кĕчĕ, тунсăхланă хĕрсен чĕрисем хаваслăн тапма тытăнчĕç.

— Ах! —терĕç икĕ хĕр харăсах. Иккĕшĕ те, пĕр хушă сывлама чарăнса, купăс сассине тăнларĕç.

Пÿлĕмре шăпах, сĕтел çинчи сехет кăна пăлханнă хĕр чĕри пек васкаса шаккать тата, çанталăк ăшăтасса пуль, кăмака хыçĕнчи шăрчăк каçăхса кайса авăтать.

Кунĕпе çунă çумăр анчахрах чарăнчĕ. Халĕ кĕрхи каçăн кичем шăплăхĕнче купăс сасси илемлĕ янăрать, пĕрре вăл пÿрте ăнланмалла юрату чĕлхипе калаçса кулать, тепре

кăмăла хускатан темле тунсăх çинчен хурланса калать, çывăрма выртнă хĕрсене те, амăшĕсенчен вăрттăн чÿрече каррине сиртерсе, урамалла пăхтарать.

Маруçпа Таруç, çĕнĕ юрă сăмахĕсене çырса лараканскерсем, сĕтел хушшинчен тухса, чÿрече умне ыткăнчĕç.

Купăс сасси çывхарсах килет: кĕвви уçăмлă илтĕне пуçларĕ.

—Вихтăр! —кăшкăрса ячĕ Маруç, тем пулнă пекех савăнса. Тусĕ ăна çавăнтах майсăр сăмахпа кÿрентерчĕ.

—Вихтăр та ун пек каласан вара… Ытла ăста купăсçă ку. Коля каланă пек туйăнать,— терĕ Таруç.

Илемлĕ кĕвĕ шăпланчĕ те, купăс пĕр хушă сасă памарĕ, кăшт тăхтасан урăх кĕвĕ янăраса кайрĕ.

—Акă халĕ — Вихтăр. Çемми унăн çакнашкал уксахлать… Сирĕн тĕлтен иртнĕ чух купăсне çынна тыттарас çук-ха вăл, пĕлетпĕр.

Маруç хăйне тусĕ тĕртсе илнине сисесшĕн пулмарĕ, тĕпелти пысăк тĕкĕр умне чупса пырса, хитреленме тытăнчĕ.

Тĕкĕр тĕрĕссине калама вăтанмасть, çавăнпа нумай хĕре кÿрентерет. Маруç чухлĕ никам та тĕкĕре тиркемен пулĕ, тен.

Таруç та тĕкĕр умне пычĕ. Унăн сăнĕ ачанни пек çамрăк, çавăнпа Маруç ун çумĕнче самай аслă курăнать.

Таруç тăрхала питлĕ, шуранкарах çутă сăнлă, çÿхе туталлă, кăвак куçлă. Маруç кÿпшекрех питлĕ, хĕп-хĕрлĕ сăнлă, хулăн туталлă, хура куçлă. Таруç яштак пÿллĕ, çинçе пилĕклĕ, тирпейлĕ çыхнă ыраш кĕлти пек. Маруç лутра пÿллĕ, тулли кĕлеткеллĕ, пушă çыхнă сĕлĕ кĕлти пек. Тумланасса вĕсем уява та, ĕçе те пĕр евĕрлĕ тумланса тухаççĕ. Кĕçĕр иккĕшĕ те чĕнтĕрлĕ шурă кĕпе тăхăннă, симĕс саппун çакнă, шурă тутăр çыхнă.

Таруç çирĕмре. Кăçал амăшĕ ăна вăйăран çĕрлене юлса таврăннăшăн ятлами пулчĕ, çапах çамрăк пикен хăй çулĕнчен кăшт аслăрах пулас килет: темшĕн-çке ăна ялти яшсем пĕве çитнĕ хĕр вырăнне хуман пек туйăнать.

Маруç çирĕм пиллĕке çитнĕ ĕнтĕ (тарăхнă чух инкĕшĕ ăна “ватă хĕр” тесе тĕртсе те илкелет), анчах чунĕпе çамрăк-ха, хăйне хăй çирĕмре кăна шутлать: савнийĕ çарта чухне хăй пĕччен ирттернĕ пилĕк çула шута илмест вăл.

Ялан уйрăлми çÿренĕрен, пур ĕçре те пĕрле пулнăран çак икĕ хĕр-тус пĕр евĕр тумланма, пĕр евĕр калаçма хăнăхса çитнĕ, пур ĕçе те пĕр-пĕринчен вĕреннĕ. Пысăк уйрăмлăхĕ те сăн-пуçра та çул шутĕнче çеç; май пулас пулсан Маруç тем пекех хăйĕн ытлашши çулĕсенчен ик-виççĕшне çамрăк Таруçа парĕччĕ — лешĕ савăнсах йышăнĕччĕ. Анчах та пĕр пурăнса ирттернĕ вăхăта каялла тавăраймăн, иртнĕ куна çил çунатлă урхамахпа та хуса çитеймĕн.

Пÿрт умне çитеспе купăс сасси каллех шăпланчĕ, урамра такам мăкăртатса калаçни, кулни илтĕнчĕ, унтан чÿрече янахĕ çумĕнчех тем кăштăртатрĕ те, кантăк карри урлă, тул енчен, этем пуçĕ курăнчĕ.

—Ай! Вихтăр!—терĕ Маруç, ăна курнă-курманах; вăл çамла кăшкăрни хăй хĕпĕртенине те, качча саламланине те, Тарууç умĕнче кăштах мухтаннине те пĕлтерчĕ.

Вихтăр, сăмах чĕнмесĕр, куç хĕсрĕ те çĕре тÿплеттерсе сикрĕ. Вăл кашни сăмахнех сутăн илет темелле, питĕ сайра калаçать, çавăнпа ăна тепĕр чухне хĕрсем Чĕмсĕр Вихтăр тсççĕ.

—Уçас-и?—терĕ Таруç, мĕн тумаллине пĕлмĕш пулса.

Маруçăн хура куçĕсенче кÿренчĕк хĕлхемĕ йăлтăртатса илчĕ: “Мĕнле-ха эсĕ, тусăм? Çавна та пĕлместĕн-и е юри кÿрентерме ыйтатăн-и?”

Алăка шаккани илтĕнсен, иккĕшĕ те çенĕке чупса тухрĕç.

—Кам унта?

Хирĕç никам та сасă памарĕ, купăс çеç пĕр çавăра юрă янăратса илчĕ.

Маруç ку кĕввĕн тупсăмне лайăх пĕлет: сахал мар вăл, хăй патĕнче улах чух, хыпарлă кĕвве инçетрен илтсенех çенĕк алăкне уçса хунă: чĕмсĕр Вихтăр хăй шухăшне сăмахпа каламан чух кĕвĕпе систерет: “Пирĕн савнисем килеç пуль те хут купăсне вылятса…”

Пÿрте каччăсемпе хĕрсем шавласа кĕчĕç.

Патвар хул-çурăмлă, лутра пÿллĕ Вихтăр купăсне алăк патĕнчи сак çине лартрĕ, сăмах чĕнмесĕр, тĕпелелле иртрĕ, тÿрех сĕтел çинчи журнала ярса тытрĕ.

Маруç ун çине ăшшăн, кăштах ÿпкевлĕн пăхса илчĕ. “Алă пама та ас тумарăн-çке, савниçем! Хĕр тунсăхне пĕр каччă та тĕплĕн пĕлсе çитеймест çав”,— терĕ вăл ăшĕнче.

Таруçпа Павăл çамрăксенчен чылай кая юлса кĕчĕç. Тăсланкă, хĕрлĕ çÿçлĕ Павăл Шамбулкин кĕнĕ-кĕмен шинельне йÿле ячĕ те, кăшт хĕрĕнкĕскер, такама ятланçи пулчĕ:

—Кам кайран кĕчĕ? Мĕн, пуп пек, алăк хупмасăр çÿретĕр? Сире пула урам алăкне тухса хупмалла пулчĕ пирĕн.

—Анкарти алăкĕ те уçăлманччĕ-ши унта, ытла час кĕмерĕр,— шÿтлесе каларĕ килсе кĕнĕ хĕрсенчен пĕри, Лена Михайлова.

—Тен, анкарти алăкĕ те уçахчĕ пуль, асăрхаймарăм, атя иксĕмĕр тухса тĕкĕлер,— терĕ ăна сăмахшăн кивçене кайман Павăл.

Çамрăксем кулса ячĕç.

—Çук ĕнтĕ, юратнисенех чĕнсе тух,— çивĕччĕн хирĕç тавăрчĕ Лена.

Таруç ун çине кăмăлсăр пăхса илчĕ.

Лена урай варринче тăрать. Кăнтăрла вăл фермăра тусĕсемпе пĕрле тислĕк хырса купалатчĕ: фуфайкăпаччĕ, пылчăкланса пĕтнĕ пысăк атăпаччĕ. Халĕ, ав, майралла тумланнă: кăвак пустав пальтопа, çÿллĕ кĕлеллĕ ботипе, тутăр çыхман, берет тăхăннă, ăна та пулин чалăш лартнă; кĕске кастарнă сарă çÿçĕ хул пуççи çинелле сапаланса анать; çÿçне тÿрлетнĕ чух аллинчи кĕмĕл сехет çыххи йăлтăртатса илчĕ.

“Эс анчах уш!..— шухăшларĕ Таруç, кăвак куçне ялкăштарса.— Вăтам шкул пĕтернĕ хĕр темерĕн! Пур пĕрех пирĕнпе пĕрле выльăх пăхатăн-çке, мĕншĕн хăвна ăслăрах хуратăн-ши? Фермă пуçлăхĕпе хирĕçет-ха тата!”

Лена пĕрре пăхсах ун тарăхне сисрĕ, куç харшисене пĕрсе илчĕ.

—Мĕншĕн клуба пымарăр? — ыйтрĕ вăл.— Эсир фермăра та, клубра та çукчĕ те — килсех курас терĕмĕр. Каллех зоотехникă кĕнеки вуларăр-им?

“Эс анчах уш… таврара çук сарпике! Чиперккесен ролеиче выляма аван пуль сана унта! Камшăн капăр тумлантăн-ши, кама килĕшес тетĕн?”—кÿренсе шухăшларĕ Таруç, анчах вăл сăмах хушиччен пулмарĕ—Маруç çатăртатма та тытăнчĕ.

—Эпир-и? Мĕн-и? Ара, Таруç ашшĕсем Турикаса ĕçке кайнă та, пĕр каç та пулин улах тăвас терĕмĕр. Авăн пĕтернĕренпе кашни каçах клубра шавлатпăр-иç, йăлăхтармасть тетĕр-им? Фермăришĕн ан хăра, пăрусене апат парса хăвартăмăр. Кĕçĕрлĕхе аптрамĕç. Мĕн вара, пăрусем тесе, çав териех… Кунта, ак, Шамбулкин хăй те пур, вăл — фермă пуçлăхĕ, пирĕнтен лайăхрах чухлать пуль мĕн тумаллине. Тен, эпир унран ыйтса килнĕ пуль… Зоотехникине те вуласа йăлăхнă пуль…

Эсир мĕнле техникă вĕреннине халех пĕлетпĕр,— терĕ чĕнмесĕр ларнă Вихтăр. Вăд журнал варрине хунă тетраде туртса кăларчĕ те кăшт пăхса илсенех, ним шарламасăр, Павăла тыттарчĕ. Лешĕ тетраде юри пĕрре куç умнех çывхартрĕ, унтан аякка тытса пăхрĕ.

“Юрату юрри!” — терĕ каччă, мыскараçă пек кулăшла вулама тăрăшса.— Акă мĕнле зоотехникă иккен! Шăп, итлĕр, ачасем!..

Павăл кĕске кастарнă хĕрлĕ çÿçне шăлса илчĕ те, вăрăм аллисемпе хăлаçланса, сассине кулăшла улăштарса вула пуçларĕ:

Çÿл тÿпере. çăлтăр вылять,

Сан куçу пек йăлтартатса;

Чул хушшипе тăр шыв юхать,

Сан куллу пек шăнкăртатса.

Павăл култарма тăрăшрĕ пулин те, çамрăксем кулмарĕç. тăпланса итлеме пикенчĕç. Лена сĕтел умне пырса тăчĕ.

—Вула, Шамбулкин, вула малалла!

Павăл хĕрсем еннелле хаваслăн пăхса илчĕ, тетраде каллех пĕрре куç умне тытрĕ, унтан аякка тытрĕ — кулакан пулмарĕ.

Сывлăм ÿкет садсем çине,

Каç сулхăнĕ çапать çĕре.

Аçта-ши эс çак каçхине?

Сана кĕтсе çунать чĕре.

Пĕччен ытла кичем мана,

Сансăр мĕнле çĕр ирттерес?

Мĕн пулчĕ-ши, савни, сана?

Ăçта-ши эс? Кампа-ши эс?

Павăл хуçкаланса вулама чарăнчĕ те, тем çухатнă пек, тетрадь листисене васкаса уçкала пуçларĕ.

—Вула, ара! Питĕ лайăх çырнă-çке!

—Ма чарăнтăн тата?

—Ан шавлăр-ха, вулатăр!

—Кольăна пар, Шамбулкин, вăл лайăх вулать.

—Çырман хута мĕн вулăн? —терĕ каччă.— Урăх çырни çук… Ну, Мăруç, эс çырнă ку сăвва, аллу санăн! Сан иочеркна çухрăмран паллатăп: чăх чавнă пек çыратăн, ача чухнех аллуна чăх таптанă пулĕ… Кала тĕрĕссипе, ăçтан вăрласа çыртăн? Тĕрĕс каланăшăн ним те тумастăп.

—Ара, ав, çĕнĕ журналтан çырса илме пуçларăм та — çырса пĕтереймерĕм,— терĕ Маруç, хулăн тутине шур тутăр вĕçĕпе хупласа, хăй Вихтăр еннелле айăплăн пăхрĕ.

Лена сĕтел çинчи журнала йăпăр-япăр ярса тытрĕ те килĕшнĕ сăвва малалла вуларĕ.

Йăлтăр-йăлтăр çутă куçу Ма çутатмасть ман чунăма?

Шăнкăр-шăнкăр хавас куллу Ма янратмасть мăн урама?

Хĕр сывлăш çавăрса илчĕ те кăштах чĕтрекен сасăпа вуласа пĕтерчĕ: 4

Çăлтăр сÿнет çÿл тÿпере —

Пуриншĕн те килет ыр кун;

Сÿнми çунать пĕр ман чĕре,

Саншăн çунать ман çамрăк чун.

Çамрăксем пĕр самант шăпах ларчĕç. Лена, сасартăк савăнса, кăшкăрса ячĕ:

—Ой, хĕрсем! Салампи юрри-çке ку! Вăрçă вăхăтĕнче вăл пĕрмай çак юрра юрлатчĕ.

—Салампи юрланă юррăн сăмахĕсем çавăн евĕрлĕччĕ-иç, чăнах та, ара, мĕнле ас туман! —терĕ Марÿç, Таруç еннелле пăхса.— Кĕвви те Салампи юрри евĕрлĕрех туйăнать, халĕ çеç радиопа юрласа кăтартрĕç.

—Чăнах та, ара, Салампи юрриех,— килĕшрĕ тусĕ.

—Юрлать те ĕнтĕ юрласса—сасси кăна мĕне тăрать,— терĕ Вихтăр та.

Маруç ун еннелле вăрт çеç тÿртĕн çаврăнса тăчĕ: “Пĕрре те пулин çапла ырласчĕ мана! Çын хĕрĕсене мухтаса ларать. Сехетре пĕрре çăвар уçать, унта та ют хĕрсене асăнать”,— тени пулчĕ ĕнтĕ ку.

—Кам çырнă-ши? Ытла хитре çавăрса каланă.

—Сăввине кам çырнине каламан, кĕввине темле Алмазов çырнă,— терĕ Лена.

Алăк патĕнчен иртмесĕр ларакан Семенов Кольăна тем пулчĕ, вăл, яштах сиксе тарса, сĕтел умне пычĕ.

—Алмазов, терĕн-и? Анатолий Алмазов мар-и? — Кăтарт-ха…

Пурте Коля еннелле çаврăнса пăхрĕç.

Вăл пуринчен те çамрăкрах: ача шутĕнчен тухнă ĕнтĕ, каччă шутне кĕрсех çитеймен-ха, кăçал вуннăмĕш класа çÿрет. Амăшĕпе иккĕшех пурăнаççĕ. Кил таврашĕнче ĕç нумайран Коля улахсене те, урама та сайра хутра çеç тухкалать, амăшĕ пур пĕрех ăна: килте сахал тăратăн, килшĕн çуралса ÿсмен пуль эсĕ, текелет. Коля пиччĕшĕн пиншакне тăхăннă, вăрăм çаннисене кăштах тавăрнă. Яланах лăпкă çÿрекенскер, халĕ, пурте хăй çине пăхнине сиссе, именчĕ пулас, хĕр пек хĕрелсе кайрĕ, питĕнчи чĕкеç шатри те палăрми пулчĕ.— Ку çавă! Çавă! — терĕ вăл пурте илтмелле.— Кам “çавă”?

Тем тесен те, çавă!

Кам “çавă”? Мĕн эсĕ, походри салтак пек, ура çинчен тĕлĕк куратăн-им?!—тĕртсе каларĕ Шамбулкин.

Пурте кулса ячĕç.

— Кам вара вăл? — ыйтрĕ Лена та, йăлкăшса кулса.

Коля чĕтреме пуçланă аллисемпе журнала çавăркаларĕ, унтан, çамрăксем мĕншĕн кулнине ăнланмасăр, пурин çине те ÿпкевлĕн пăхса илчĕ.

— Старши сержант Алмазов вăл… Анатолий Алмазов…

Павăл каллех тем каласа култарасшăнччĕ, анчах Кольăн хурлăхлă хăмăр куçĕсене асăрхарĕ те калас тенине калаймарĕ.— Анатолий Алмазов… Мĕн тесен те çавах… Виçĕ çул каялла пирĕн пата çыру ячĕ… Пиччене вăл Маньчжурире… фронтра… хăй аллипе тирпейлесе пытарнă…

Çамрăксем шыв сыпнă пек шăпланчĕç, вĕсене кашнинех Коля пиччĕшĕ, хаваслă та маттур Валерий, аса килчĕ. Кĕçĕр те улахра хĕрсемпе калаçса куласскер, таçти ют тусем хушшинче выртать ĕнтĕ вăл; таçта унăн тăпри, таçта унăн хĕрлĕ çăлтăрлă пĕчĕк палăкĕ; таçта-ха вăл, Маньчжури текен çĕршывĕ те; илтессе ун çинчен пурте илтнĕ, кĕнеке-карттă çинче те куркаланă, анчах вăл ку ялтан тахăш еннерех, ку тĕлтен темиçе пин çухрăмра; те ăшă халь унта, те сивĕ?

Улах тавраш нихçан кун пек шăпăрт пулман пуль. Пасар та пĕр вăхăт шăпланать, теççĕ, шавлă улахра та хăш чухне калаçу татăлни пулкалать. Унашкал самантра хăшĕ те пулин, çивĕчрех чĕлхелли: “Пине çитрĕ — сăмах пĕтрĕ!” тет, вара каллех сăмах сыпăнать. Йăли çапла. Хальхинче нихăшĕ те сăмах пине çитнине асăнмарĕ.

Çак йывăр самантра такам урам енчи кантăкран хытă шаккарĕ. Пурте çăмăллăн сывласа ячĕç.— Кам унта? — ыйтрĕ чÿрече умĕнче ларакан Шамбулкин, урамалла пăхса.— Пирĕн Маруç кунта-и çав? — илтĕнчĕ çурăк чан евĕр чăрăлти сасă.— Калăр-ха, часрах киле пытăр!

— Мĕн евчĕсем килмерĕç пуль-çке, ун пекех васкатăн?

—Эс ан мăскăлласа лар-ха унта, Самбулкин! Хам Супаскартан ĕсенсе килтĕм те, конюснине ласа леçме каякан та çук килте. Ан мăскăлла ĕнтĕ, кала-ха часрах Маруçа.

—Кам “мăскăллать” сана?.. “Ĕсенсе килтĕм”. Тем ĕç тунă пек! Çур пуслăх йĕпшĕн те пасара чупатăн. Мĕнле бригадир “ласа” панă сана? Маруç, инкÿ чĕнет, Чуп часрах киле: Шупашкартан евчĕсем килчĕç, тет, ав!

Маруçпа Таруç тем пăшăлтатса илчĕç те тумлана пуçларĕç: иккĕшĕ те пĕрмечеллĕ хура сăхман тăхăнчĕç, кăвак çăм тутăр çыхрĕç.

—Эсир ларăр-ха эппин, эпир витене, лаша леçсе киличчен,— терĕ Таруç хĕрсене, хăй Маруç хыççăн васкаса тухрĕ.

—Кăваписем пĕрлешнĕ тейĕн çав, пĕр-пĕринчен шит те уйрăлмаççĕ,—‘терĕ Павăл.— Пĕрне качча илсен, тепри те ирĕксĕрех пырать пуль. Вăт мыскара пулĕччĕ…

Улаха каллех чун кĕчĕ. Лена патне пырса ларнă хĕрсем журнал пăхма тытăнчĕç. Павăлпа Вихтăр шахмăтла выляма пикенчĕç. Вихтăра май килчĕ ĕнтĕ: халĕ вăл, чĕмсĕрскер, çĕрĕпе сăмах хушмасăр выляса ларма пултарать, Павăлĕ вара кашни фигурăна шутармассерен пĕр пĕчĕк лекци вулать, пĕрмай йăнăш вылять. Ытти çамрăксем тем калаçса кулаççĕ. Коля, вĕсен калаçăвне хутшăнмасăр, купăс тытса ларчĕ.

—Ой, хĕрсем!—тĕрĕ Лена хаваслăн.— Кунта Çемен Саланов çинчен çырнă! “Чаплă новатор”, тенĕ ăна.

—Мĕнле Саланов? Леш, Турикас пахчаçĕ-и?

—Çемен-и? Ана эпĕ питĕ лайăх пĕлетĕп-çке! Ахальтен ырламаççĕ ĕнтĕ çынна. Пултаруллă каччă. Саланов пирки япăх калаймăн. Колхозра мĕнешкел сад ÿстерчĕ. Салампи питĕ мухтать ăна, Салампипе пĕрле ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ вăл Саланов.

—Кăçал колхозра кукурузă лартса ÿстернĕ теççĕ ăна, ‘чăнах-и?

—Чăн пулмасăр! Ăçтан татăлса ÿкрĕн эсĕ? Иртсе çÿренĕ чух курман-им, вăрман пек кашласа ларатчĕ, виçĕ метр çÿллĕш ÿснĕччĕ.

—Шах, шах! Слонпа ăçта каятăн, Виктăр-сик-тăр, юрамасть! Тăхта… Эй, эй! Пешкăна ăçта куçаратăн?

—Çемене эпĕ те пĕрре ярмăркăра курсаттăм: питĕ

маттур йĕкĕт вара…

—Стоп! Халех сан офицерна шаплаттаратăп, ррраз!.. Порядок в танковых частях!

…Борисовпа калаçса тăратчĕç, тата темĕнле майра пурччĕ вĕсемпе.— Салановăн савнийĕ вăл, Лидия Филипповна, Турикас шкулĕнчи учительницă. Вĕсен юратăвĕ пирки каланине итлесе ларсан, чăн-чăн юмах темелле.— Тăхта, тăхта, тăхлачă! Халех сана çççапап… ак ку ладйине çççапас!.. Ррраз! Шах!.. Каллех май килмерĕ иккен… Пулаймарĕ…— Темех пур ĕнтĕ çав хĕр çумĕнче, эпĕ те пĕрре районта, курсаттăм, ытлашши чипер мар-иç, çав териех асапланса юратма?..

—Саншăн çеç асапланса пурăнмалла иккен… Э-э! Эй, стоп! Ăçта кĕрсе кайрăн?.. Çиччас сан ферçна çапатпăр… çççапас… ррраз!.. Ах, çунса каясчĕ! Каллех май килмерĕ вĕт… ку хĕрсене итлесе…

—Ан итле эс, Павăл, лайăхрах выля… Салановĕ халь авланать, темеççĕ-и, хĕрсем? Çав учительницăна илет, теççĕ мар-и?

—Вăл авланма пуçланăранпа ĕнтĕ теприсем виççĕ авланса уйрăлма та ĕлкĕрчĕç пуль,— терĕ пуринпе те пĕр харăс калаçма ĕлкĕрекен Павăл, хăй çавăнтах юнашар хĕр çумне сĕвенчĕ.

—Ай, апи! Ан чĕпĕт-ха, Павăл!.. Мĕн, эс мана Таруç куртăн-им?

—Кам чĕпĕтет сана? Чипер калаç!

—Шах!

—Авланать, теççĕ, çав хĕрех илет, теççĕ…

—Тăхта, тăхта, тăхлачă… çççапас… рраз!..

—Мат!

—Çунса каясшĕ! Хĕрсене итлесех выляса ятăм… Тавай тепре…

Коля çамрăксен шавне хутшăнмасть, вал хăй юратнă “Маньчжури сопкисем çинче” кĕвве хуллен тăсать. Хушăран ăна “Салампи”, “Саланов” тени илтĕнет.

“Салампи… Салампи… Вăл — ырă хĕр… Таврара ун пекки сахалрах пуль… Анчах кам вăл Саланов? Ăçта илтнĕччĕ-ши эпĕ ку ята? А-а, Турикас каччи-çке вăл, паллă пахчаçă, мичуринец”.

Коля шухăшĕсем тăвăл пĕлĕчĕсем пек пăтранаççĕ, ун умне каллех Алмазов тухать, каллех инçетри Маньчжури… Салампи… Валерий… Маньчжури сопкисем çинчи çапăçу.., паттăрла вилнĕ Валерий…

Вăрăммăн тăсăлать кивеле пелмен кĕвĕ, вăрăммăн-вăрăммăн тăсăлать хут купăс, татăлсах макăрать, хаш! хаш! сывлаççĕ бассем. Купăс мар, Коля чунĕ макăрать. Темле хаяр тăвăл, Маньчжури çыранĕсенче алхасакан тайфун евĕр тăвăл, капланчĕ ун чĕрине. Мĕнле лăпкăн итлеме пултараççĕ çынсем çак кĕвве? Мĕнле вĕсем çак хурлăхлă кĕвĕпех савăнса-кулса ташлама пултараççĕ? Мĕншĕн вĕсене çак ĕлĕкхи юрăра салтак амăшĕн хуйхăллă сасси, вăл татăлса йĕни илтĕнмест?..

Кольăна çак кĕвĕ чăваш ялĕнчи улахра мар, инçетреинçетре, Сарă тинĕс хĕрринчи тусем хушшинче, янăранăн туйăнать. Коля хăй те шухăшĕпе кунта мар, çавăнта, хаяр вăрçă кĕрлесе иртнĕ хирте…

Пÿрт алăкĕ шалтлатса хупăнни Кольăна хăй ăçтине аса илтерчĕ, журнал пăхса ларакан хĕрсене шартах сиктерчĕ, шахмăтла вылякансене чăрмантарчĕ.

Маруçпа Таруç, темрен тарнă евĕр, тĕпĕртетсе килсе кĕчĕç.

—Ах, ачасем! — кăшкăрчĕ алăкран сирпĕнсе керсенех Маруç.

—Ах, хĕрсем!—терĕ пÿлĕнсе Таруç.

—Ах!..

—Ах!..

Шамбулкин чăтса лараймарĕ.

—Мĕн ахлататăр эсир? Ачаш çĕртен аçа çапмарĕ пулĕ-çке? — терĕ.

—Эсир кулатăр… Хăраса вилсе каймалла хыпар! — Таруç, хивре инкесем евĕр, ик пĕççине шарт çапрĕ.

—Салампи ача çуратнă! — персе ячĕ Маруç, аран-аран сывлăш çавăрса.

Журнал вуласа ларакан Лена сиксе тăчĕ. Павăл калас тенĕ шÿтлĕ сăмахне манчĕ. Коля хăй илтнине ĕненмерĕ. Вихтăр тÿсеймерĕ, Маруçа хăтăрса тăкрĕ:

—Эс унта темскер ан мĕн ту! Сан чĕлхÿ чараксăр, пуш арманах авăртма юрататăн.

—Ăçтан пĕлтĕр?

—Кам каларĕ?

—Маша, тăхта, мĕн çăмарта тăвас чăх пек кăтиклетĕн?—тĕртсе илчĕ Шамбулкин.— Даша калатăр. Кала, Дăша.

—Ара, Маруçсен инкĕшĕ Салампие хуларан лартса килнĕ…

—Вара, пирĕн инке Шупашкара кайнăччĕ те. .

—Маша! Сана каларăм-и? —хаяррăн систерчĕ Вихтăр.

Маруç хулăн тутине тутăрпа хупларĕ.

—Кала, Даша.

Таруç пÿлĕне-пÿлĕне кала пуçларĕ.

—Ара, Маруç инкĕшĕ Шупашкара пасара кайнă та Салампи хваттерне кĕнĕ-мĕн… ăна апат-çимĕç парса хăварас тенĕ вăл. Салампийĕ çав вăхăтра киле килме хатĕрленнĕ-мĕн…

—Ăна институтран кăларса янă, тет,— хушса хучĕ Маруç.— Инки каларĕ… Ара, хĕрлех ача тунăшăн, тет…

—”Тет, тет”… Тетĕн кĕсри ула, тет. Сирĕн инкÿ мĕн каланине йăлтах ĕненес пулсан, хĕвел тахçанах тепĕр енчен тухмалла,— Маруçа пÿлсе каларĕ Павăл.— Çÿрет çав сĕтĕрĕнсе пасарăн-мĕнĕн, элек пухса. Колхозра ĕçлеме ÿркенет те — çăкăр илме хулана чупать. Çитменнине тата — ахăрма-çăвар. Чĕлхи калта хÿри пек, çăварĕ — алтăр пек, нихçан хупă тăмасть. Шутламасăр палкама юратать. Ун мăйĕ çине пуç мар, громкоговоритель пек пысăк çăвар кăна лартса янă тейĕн.

—Эс хăвна’ пĕл, ара, çынна ан мĕн ту… Çын куçĕнчи çÿппе лайăх куратăн, ху куçăнти каскана курасчĕ…

—Маша! Сана каларăм-и? — ас тутарчĕ каллех Вихтăр.— Кала, Даша.

Таруç, кăвак куçне чарса, пÿлĕне-пÿлĕне каларĕ.

Коля аллисем лăштăрах кайрĕç, купăсĕ шуса анчĕ-анчĕ те чĕр çинчен урайне кăшт çеç персе анмарĕ — купăсçă ăна тытма ĕлкĕрчĕ; унăн чĕри кăкăр шăммине хуçасла хытă шаккама тытăнчĕ, пĕтĕм шăм-шакĕ сăрăлтатса, шăнса кайрĕ; усал хыпар чĕре шăнăрĕсене пĕрре туртса хытарнă пек, тепре лăштăрах пушатса янă пек туйăнчĕ.

—Çул çинче çумăр çума пуçларĕ, тет те, ачи макăрма тытăнчĕ, тет. Маруç инкĕшĕ вара хăй сăхманнех хывса патăм, тет, ара, пĕркенччĕр, тесе ĕнтĕ. Сăмах майĕн: “Ашшĕ мĕнлерехскер, хăвпа пĕрле институтра вĕренекенскерех-и?” —тесе ыйтсан, Салампи ним те каламарĕ, тет, пĕрмай ачине чуп туса макăрать, тет…

—Ачи пысăк ĕнтĕ, виçĕ çулхискер, тет, инки калать, вырăсла анчах калаçать, тет…

—Маша!

Маруç кăмăлсăрланса шăпланчĕ.

Таруç кăмака çумне тăнă та темшен аллисене малалла тăсса калаçать.

—Ара çав, виç çулхискер, тет. Кам шутланă-ха Салампие ун пек тесе? Тĕлĕкре те тĕлленмен… Мĕнле-ха çав виçĕ çул хушши хăй ачине пытарса пурăнма пултарнă?

—Ача çуртĕнче усранă, териç инки. Ара, ача çуртĕнче пытарса ÿстернĕ, никама та систермен. Вăт сире — чаплă хĕр! Чаплă хĕрĕн чапĕ часах каять çав. Çапла вĕсем хитрисем — хитрăй!

Вихтăрăн хура куç харшийĕсем пĕрĕннине курсан, Маруç калаçма чарăнчĕ. Пурте каллех Таруç çине пăхрĕç.

—Халĕ пÿртĕнче пурте уласах макăраççĕ, тет, ачи те çухăрать, тет, Салампипе амăшĕ те йĕреççĕ, тет.

—Пулма пултараймасть!—терĕ тарăхса Лена.— Лăпăртатса çÿретĕр çав çын элекĕ тăрăх! Хам кайса курмасăр та ĕненессĕм çук. Ытла йывăр калатăн эсĕ, Маша, ун пирки. Салампи фермăра пăрусем пăхса ÿстернĕ чухне хăвăнтан иртсе кайнăшăн халĕ те кÿренсе çÿретĕн, иртнĕ тарăхна манаймастăн. Салампие аван пĕлетĕп: нихçан та эс каланă пек пулас çук вăл.

—Çын чунĕшĕн ан тупăш, евчĕ мар вĕт эсĕ, ара,— хирĕçлерĕ Маруç.

—Салампишĕн яланах тупăшма пултаратăп: нихçан ятне ярас çук вăл! — терĕ те Лена хăвăрт тухса кайрĕ.

Çамрăксем Маруçпа Таруç еннелле тарăхса пăхрĕç: мĕнле хăяççĕ кусем Салампи çинчен çакăн пек намăс ят сарма?

Лена тухса кайсан, пурте шăпланса ларчĕç; чи кирлĕ çын, ăслăраххи, пурне те пĕлекенни тухса кайнă пек, халĕ ним пĕлменнисем çеç, пур элеке ĕненекенсем çеç ларса юлнăн туйăнчĕ. Пурне те кăшт лайăх мар пулса кайрĕ. Маруç кăна, ним пулман пекех, пăшăрханмасăр каларĕ:

—Шăрт! Çÿрет çав шăртланса! Ĕлĕк хăй Салампипе хирĕçетчĕ, ара, Валеришĕн кÿлешетчĕ, халĕ каллех Салампипе тус пулма тăрăшать. ХăтлаНтăр-иç, пире мĕн? Пирĕншĕн пулсан — ик айкки те тăвайкки.

Коля, Маруç сăмахĕсене илтсен, калама çук тарăхрĕ, анчах унăн тарăхĕ çавăнтах сирĕлчĕ, чĕрине йывăр хуйхă пусрĕ. Мĕн ку? Мĕн пулса иртет-ха кĕçĕр ун пурнăçĕнче? Мĕн илтет Коля?

“Салампи… Чăнах çапла пултăн-ши” эсĕ? Кама ĕненмелле вара, эсĕ те çапла пулсан?”

Кил хушши енчи кантăкран такам хуллен шаккарĕ.

Вихтăр, чÿрече каррине сирсе, тулалла тинкерсе пăхре те, ним шарламасăр, юлташĕсем еннелле çаврăнчĕ.

—Кам?—ыйтрĕç унран пурте пĕр харăс.

—Салампи.

Çамрăксем шăп пулчĕç, кăмака хыçĕнчи шăрчăк та, теме сиссе, чăрăклатма чарăнчĕ.

Таруç хăйĕн тусĕ çине пăхса илчĕ: — Лена пÿртеки алăкне те шартлаттарса хупрĕ пулмалла ĕнтĕ, шăрт, Салампи уçайман ав,— терĕ те алăк уçма тухрĕ. Маруç та ун хыççăнах йăкăртатрĕ.

Салампи килсе кĕрсен, аслă пÿрт тулса ларнăн, çутă пÿлĕм тата ытларах çуталнăн туйăнчĕ, хĕрпе пĕрле урамран уçă сывлăш кĕчĕ. Салампи сенкер пурçăн платйĕпе, сăран атăпа, çара пуçăн.

“Çурхи тÿпе пек, таса та илемлĕ! — шухăшларĕ Коля, пĕчĕк ачалла савăнса; анчах унăн савăнăçĕ самантлăха çеç пычĕ, çавăнтах тепĕр шухăш, иккĕлемÿллĕ шухăш, хускалчĕ.— Кама алă парĕ-ши малтан? Алăк патĕнчен алă пама пуçласан, усал хыпар тĕрĕс мар, тĕпелтисеие алă пама пуçласан — тĕрĕс”.

Салампи алăк патĕнчисенчен алă пама пуçларĕ. Çакна кура Коля чĕри хăпартланса, çунатланса кайрĕ: “Тĕрĕс мар хыпар, элек!”—шухăшларĕ вăл савăнса; тĕрлĕ тĕшмĕш йала-пăлана ĕненмен, ним тĕшне хуман çамрăк халĕ çак пĕчĕк палла та пысăк вырăна хучĕ; шыва путакан çын çапла улăм пĕрчинчен те пулин ярса тытса çăлăнма тăрăшать…

—Лайăх-и, Коля?

Коля сывлама чарăнчĕ, Салампин кăвак шăрçа евĕр çаврака куç шăрçисене çывăхран курчĕ те хăйĕн шăм-шакĕ тăрăх темле ырă туйăм сăрăлтатса кайнине сисрĕ. Çав пысăк куçсем çын чунне, шухăш-туйăмне витĕр курас пек, тÿрĕ пăхаççĕ: “Айăплатăн-им мана? Ĕненместĕн-им эпĕ тасине?” — теççĕ.

“Салампи!—терĕ Коля та куçĕпе кăна,— Салампи! Эпĕ сана мĕнле ĕненсе пурăннине, мĕнле хисепленине калама сăмах та çитеймĕ. Акă, кур, ман юратăвăм, ман телейем — куçăм тулли! Эпĕ сана ытараймастăп!..”

Хĕр аллине вăл чăмăртамарĕ, сĕртĕнчĕ кăна: “Эсĕ пирвайхи юр евĕр таса, эпĕ сана сĕртĕнме те вăтанатăп”,— терĕ пек ун алли те. “Каçар мана, Салампи, сан пирки иккĕленсе шутланăшăн!” — терĕç унăн хаваслă хăмăр куçĕсем, хăй

çавăнтах аса илчĕ: “Мĕн каларĕ-ха вăл маиа? Мĕн каламаллаччĕ ăна хирĕç?”

—Чиперех,— терĕ вара хуллен.

Салампи вăл мĕн каланине илтмерĕ те пулас, урăххине алă пачĕ, йĕркипе алă тытса тухрĕ — каникула килнĕ чухнехи пек савăнăçлă калаçмасăр, кулмасăр, кашнинех ятпа асăнса сывлăх сунчĕ.

Никам та сăмах хушакан пулмарĕ, хĕрĕнкĕ Павăл кăна тĕлсĕр тем калаçса илчĕ. Кăмака хыçĕнче шăрчăк каллех чуна хăйракан сасăпа чăрăклатма тытăнчĕ.

“Куçĕнче куççуль йĕрĕ палăрмасть, макăрман вăл, суя сăмах иккен,— шухăшларĕ Коля, анчах хĕрĕн кушăрханă тутине асăрхарĕ те урăхла каларĕ:—Тен, хĕр тути çилпе кушăрхаман пуль, хуйхăпа типсе çуннă пуль? Куççулĕ те, тен, йĕре-йĕре типнĕ пуль?”

Салампи сĕтел çинчи журнала илчĕ, унти юрра курсан, кăшт çеç йăлкăшса кулчĕ.

—Ой, Алмазов! — терĕ хуллен, темрен хăраса ÿкнĕ пек шартах сиксе, вара сĕтел çинелле пĕшкĕнсе, журналти юрра пăхса тухрĕ. Унăн сăнĕ çуталса кайрĕ, хĕрелчĕ.

“Кĕçех вăл ытти чухнехилле хаваслăн кулса ярĕ, янăравлă уçă сасси кантăксене чĕтрентерĕ”,— шухăшларĕ Коля, хĕрĕн кашни хусканăвне, ăшă сăнне ытарайми тинкерсе.

Салампи, шурă çивиттие вараласран хăранă пек, аллисене сĕтел çине хуман, пÿрне вĕçĕсемпе кăна çăмăллăн тĕреннĕ, пуçне сулахай хул пуççи çинелле таярах уснă; çутă çÿлтен ÿкнĕрен унăн авăк куç харшийĕсем айне, тÿрĕ сăмси айне, ачанни евĕр ачаш тути айне, çаврака янахĕ айне, путăклă шурă мăйĕ çине мĕлке ÿкнĕ, тÿп-тÿрĕ уçнă çÿç çулĕ, çамрăклах пĕркелене пуçланă çамки, уçă çил çинче хĕрелнĕ пичĕ, витĕр курăнан çÿхе хăлха çунаттисем çуталса тăраççĕ; хулăн çырă çивĕт малалла усăннă; тăпăл-тăпăл кăкăрĕсем меллĕн çĕкленнĕçемĕн платйĕ умĕнчи пĕрмесем пĕрре сарăлаççĕ, тепре пĕрĕнеççĕ; хĕр туллин сывламассерен çухави уçăлать те, чăлт шурă ÿт курăнать; вуланăçемĕн кăвак куç шăрçисем журналти йĕркесене йĕрлесе куçаççĕ, пăчăртаса тытнă тути кăшт çеç палăрмалла хускалса илет.

Салампи сăнĕнче, сассинче, куллинче — ачалла тÿрĕ кăмăллăх, айăпсăрлăх, хĕрле тасалăх, именчĕклĕх, хĕрарăмла çепĕçлĕх, ачашлăх сисĕнсе тăрать; ун çине пăхнăçемĕн хăвăн та ырă, илемлĕ пулас килсе каять, вара, чăнах та, ху ырă та илемлĕ пулнине чун-чĕрÿпе туйма пуçлатăн; вăл ялкăшса кулса ярсан, эсĕ те кулмасăр чăтаймăн, вăл хурланса макăрас пулсан, эсĕ те чунна хытарса тăраймăн; сан ăна юрама темле пысăк ĕç, мухтавлă ĕç тăвас килет; сана унăн сăнĕнче ху сăнна курнăн туйăнать, унăн телейĕ сана та савăнтарать, унăн хурлăхĕ сана та хурлантарать, унăн намăсĕ сана та хĕретет,— шăпах çапла туйăмпа юратать те ăна Коля, Валерий шăллĕ.

Салампи вуласа пĕтерчĕ те кăкăр тулли сывласа ячĕ— кĕпе пĕрмисем карăнчĕç, çухава çурăкĕ витĕр ÿт шурри курăнчĕ; хĕр тÿрленсе тăчĕ, хулăн çивĕтне çурăм хыçнелле ыиăтса ячĕ, йывăр çивĕт пилĕкрен аяларах авăнса ÿкрĕ.

“Мĕнле йăрăс пÿллĕ!” — шухăшларĕ Каля, анчах унăн вĕри чĕрине çавăнтах такам пăр пек сивĕ алăпа тытса пăчăртарĕ.

—Даша,— терĕ Салампи,— эпĕ сирĕн пата пысăк таз илме килсеттĕм…— Вăл Таруç еннелле вăрт çеç çаврăнчĕ; хулăн çивĕчĕ каллех йывăррăн сулланса илчĕ.

Пурте шăпах. Кăмака хыçĕнчи ухмах шăрчăк çеç çурăк сассипе чуна çурать.

—Ку чăрсăр шăрчăка чарма кăмака хыçне чĕрĕп тытса ярас пулать,— юри култармалла каларĕ нихçан кулянман Павăл, анчах кулакан пулмарĕ.

Салампи Шамбулкин çине пăхса илчĕ те хăй сăмахне Таруç илтмелле çеç каларĕ, çапах алăк патĕнче ларакан Коля вăл мĕн каланине тÿрех ăнланса илчĕ.

—Ачана чăпăл тăвас тетĕп,— терĕ хĕр.

Стакана миçе тумлам шыв кĕнине пĕлме çук, юлашки ытлашши тумламран вăл тулса тăкăнса каять. Этем чĕри те çавнашкалах; вăл мĕн чухлĕ хуйхă тÿсме пултарни паллă мар, анчах пĕр тулса, тăвăнса çитсен — тек тÿссе тăраймасть.

Кольăн, чун ыратса килнипе, пĕтĕм ял илтмелле кăшкăрса ярас килчĕ. Вăл шăлне çыртса лартрĕ. Салампи атти чĕриклетни ăна пиччĕшĕ салтака тухса кайнă кун хуçăлнă тăрантас кашти чĕриклетсе пынине аса илтерчĕ, кăвак кĕпе арки вăркăшни те уйрăлнă чух Валерий аллинчи кăвак тутăр вăркăшнине аса илтерчĕ…

Тулса çитнĕ стакана юлашки тумлам тумларĕ ĕнтĕ — Коля Салампи тухса кайнине те, çамрăксем саланнине те асăрхамарĕ.

—Коля! — чĕнчĕ Павăл.

Коля пуçне çĕклерĕ.

—Мĕн?

—Мĕн эсĕ, походран килнĕ салтак пек, ларнă çĕртех тĕлĕретĕн? Хĕрсенчен çывăрса юлан вĕт! Пăх-ха, йăлтах тухса кайрĕç.

Пÿртре икĕ мăшăр кăна ларса юлнă иккен. Таруçпа Маруç, пĕр-пĕринпе тем пăшăлтатса, пĕли-пĕлми, Вихтăрпа шахмăтла выляççĕ. Лешĕ чул кĕлетке пек хытса ларнă та нимĕн чĕнмест.

—Эпĕ халех пыраймастăп, фермăна кайса тĕрĕслес тетĕп… начальствă-çке-ха, ху пĕлен… Вихтăр та халех пыраймасть, пирĕн унпа калаçмалли сăмах пур. Эсĕ, Коля, купăсне хăвăр патăрах илсе кай, сан инçе утмалла. Каçхи çул купăссăр кичем вăл, ху пĕлен… Купăспа походра та çăмăл,— терĕ Павăл. Хăй, фермăна каятăп, текенскер, шинельне хывса та хунă…

Коля Маруç темшĕн ытла хавасланнине, Таруç темшĕн пăшăрханнине асăрхарĕ, анчах çав хаваслăхăн, çав пăшăрханăвăн сăлтавне пĕлме пултараймарĕ. Çав сăлтав акă мĕнрен килнĕ-мĕн: икĕ тус-хĕр лаша леçме кайсан, вĕсен хушшинче вăрттăн калаçу пулса иртрĕ.

—Пĕлетĕн-и, Таруç, мĕн каларĕ мана инки?—хăраса ÿкнĕ пекех пăшăлтатрĕ Маруç витерен таврăннă чух.

—Мĕн каларĕ?

—Салампи каллех пăрусем пăхма фермăна кĕресшĕн, терĕ.

—Вĕренме пăрахсах килнĕ-и вара вăл?

—Ара, пĕчĕк ача пур çинче мĕнле вĕренÿ пултăр! Качча каймасăр ача тунăшăн институтран кăларса янă, тет, ăна.

—Кăларса янă, тенинех илтмерем-çке эпĕ?

—Сан умăнта инки юри каламарĕ, кайран, эсĕ пăрăнсан, хама вăрттăн пĕлтерчĕ, Кăларса янă, тет. Çавăнпа халь, çул çинчех, фермăна ĕçлеме кĕрес пек калаçса килчĕ, тет.

—Фермăра кăçал ĕлĕкхи мар, япăх çĕре ма килсе кĕтĕр вăл? Вăрçăчченхи пек тет-им вăл кунта?

—Пĕлместĕн-ха иккен эс ăна мĕнлине! Çул çинчех инкирен фермăри ĕçсем çинчен ыйтса килчĕ, тет. “Питĕ япăх кăçал, курăмсем сахал”,— тесе каларăм, тет, инки. “Пур йĕрех фермăна кĕрĕттĕм: хăнăхнă, юратнă ĕç”,—тесе каларĕ, тет, Салампи.

—Кĕрет пулсан, кĕтĕр,— унпа ĕçлеме хаваслă, кăмăллă хĕр вăл,— терĕ Таруç, тусĕ тарăхнине курмасăр. Унăн сăмахĕ Маруçа уртарсах ячĕ.

—Ара, мĕнле ухмах эсĕ, Таруç! Мана тус тетĕн-ха тата! Пĕрле ĕçленĕ чух унпа хирĕçнине мантăн-им? Мĕнле намăс кăтартрĕ вăл ун чух: хăй мала тухрĕ, пире кая хăварчĕ. Мĕн чухлĕ ĕç кунĕ çапрĕ…

— Тимлĕ ĕçлерĕ, ара, хамăра та пулăшман мар…

Маруç ăна каласа пĕтерме памарĕ.

—Эппин каллех хамăрăн ĕç кунĕ катăлтăр, каллех вăл иксĕмĕр çинчен стена хаçатĕнче тăрăхласа çыртăр! Мĕнле шухăшлама пĕлместĕн эсĕ? Вăл ĕçе кĕрес пулсан, тÿрех çирĕм-çирĕм пилĕк пăру пăхма тытăнасса, хамăртан асли пуласса пĕлместĕн-им? Каллех ăна куçран пăхса пурăн вара, ăнах итле…

—Пирĕнтен нумайрах вĕреннĕ, институтра та зоотехник ĕçне вĕренет,— теме пуçларĕ Таруç, тусне парăнма шутламасăр.

Тарăхнă Маруç чĕрене тивмелле каласа хучĕ.

—Суккăр эсĕ! Салампи мĕншĕн тăрăшнине курмастăн. Павăл вырăнне, заведующине, хăй кĕресшĕн вăл. “Шамбулкин ĕçке ярăнса фермăри ĕçсене япăхтарса янă, теççĕ, чăнах-и?”—тесе ыйтать, тет, инкирен. Павăла рядовой туса хурасшăн. Аслă шкулта вĕреннĕскер, пирĕнпе пĕрле хура ĕçре тертленĕ, тетĕн-им? Кĕтсех тăр! Тата калам, сахал мар макăртĕ-ха вăл сана. Павăл ун патне çÿренине мантăн-им? Кĕнекесем илме, тесе калатчĕç. Клубра кĕнеке çук-им, вуласах тесен? Пĕлетпĕр мĕнле кĕнекине… Ун чухне сахал мар кÿлешрĕн, халĕ мантăн. Суран ыратни иртсен, часах манăçать çав…

Çамрăк Таруçăн чунĕ ыратса кайрĕ. Чăнах та, çартан таврăнсан Павăл савнийĕ патне аннă чухне çул майĕн Саламписем патне кĕркелетчĕ. Кĕнекесем илсе тухатчĕ ĕнтĕ, анчах… хĕрпе каччă вăрттăн мĕн калаçнине кам пĕлсе çитерес? Павăл Салампи патне кĕрсе тухмассерен Таруçчĕри кÿлешсе асапланатчĕ. Каллех пуçланчĕ-ши ĕнтĕ çав асан, Таруçăн телейлĕ юратăвĕ каллех тăшмана пула пăсăлĕ-ши?..

—Тĕсех ăна — ача туни те, институтран кăларса яни те! — терĕ Маруç вĕчĕхсе.

Таруç тек тусне хирĕçлемерĕ. Вăл хăйĕн юратăвĕшĕн чăнласах шиклене пуçларĕ, çавăнпа, Маруç хăйĕн инкĕшĕ каламаннинех каласан та, Таруç ун суйине çийĕнчех уçмарĕ, ăна Павăл час-часах Салампи хутне кĕрсе калаçни

пушшех кÿлештерчĕ, Маруç майлă пулса калаçма хистерĕ…

…Коля хыççăн алăк питĕрсе юлма Маруçпа Таруç шавласа тухрĕç.

—Хĕр ĕмĕрĕ — хăналăх, арăм ĕмĕрĕ — яланлăх, тенĕ. Ахаль каламан çав,— терĕ Маруç вĕтĕлтетсе.

—Ара, хĕр ĕмĕрĕ — хăналăх пулмасăр, вун çиччĕрен пуçласа пĕр çирĕме çитиччен кăна,— килĕшрĕ Таруç, çавăнтах хăйĕн тусĕ кÿренессе сисрĕ те,— пĕр çирĕм пиллĕке çитиччен анчах,— тесе хушса хучĕ.

—Ара, çапла пулмасăр,— хĕпĕртесе ÿкрĕ Маруç,— кайран вара ватă хĕр шутне кĕретĕн. Çавăнпа хĕр чухнехи пурнăçа пурăнма майне пĕлес пулать ăна, унсăрăн — усал сăмах утпа çÿрет…

—Ара çав…

“Ара” та “вара” текелесе, вĕсем хĕр ĕмĕрĕ хăвăрт иртни çинчен те, çамрăк чух йĕркеллĕ пурăнмалли çинчен те, качча кайсан хĕр чухнехисене манмалли çинчен те асăнчĕç.

“Мĕншĕн-ха ку чакаксем пĕрехмай “ара” та “вара” теççĕ?” — шухăшларĕ Коля, вĕсем калаçнине пĕрремĕш хут илтнĕ пек; унтан каллех Салампин салхуллă сăнне аса илчĕ, вара, хĕрсене сывлăх сунмасăрах, урам алăкне шалтлаттарса хупрĕ те купăсне хĕрхенмесĕр тăсса ячĕ.

Каçхи уçă сывлăшра купăс сасси янн! янн! каять. Никам та чÿрече витĕр урамалла пăхмасть ĕнтĕ: паçăрах çур çĕр иртнĕ, ĕшеннĕ ял канлĕн тĕлĕрет.

Тăлăх купăс, инçетри-инçетри Маньчжури хирĕнче пĕр çамрăк салтак хускалми выртни çинчен сăмахсăр каласа, куççульсĕр макăрать.

Сивĕннĕ Саламсем

Савни, салам яратăп —

Саламĕ юлса, ху килме.

  • Çыруран

Амăшне вăратас мар тесе, Коля пÿрт алăкне питĕ хуллен хупрĕ, анчах тĕттĕмре кĕтмен çĕртенех темрен такăнчĕ те, аллинчи купăсĕ нăйкăшса илчĕ.

—Эх, ача-ам! — илтĕнчĕ çав самантрах амăшĕн ыйхăллă сасси.— Каллех ир еннелле тин таврăнтăн! Валери пĕртте сан пек марччĕ, нихçан та çапла улахсем тăрăх сĕм çĕрлене юличчен çапкаланса çÿреместчĕ, каçсерен кĕнеке тытса ларатчĕ,— пашăрханса каларĕ амăшĕ.— Никам та

ятлакан çук çав сана, никамран хăрассу çук. Кăшт лăплапăн та-ха акă, Валери таврăнсан…

Валерий вăрçăра вилни ялта пуриншĕн те паллă ĕнтĕ, салтак амăшĕ кăна ку хыпара ĕненмест. Мĕнле пулсан та, ывăлĕ чĕрех тесе шутлать вăл, пĕр-пĕр кун Валерий чип-чиперех кил алăкне яри уçса кĕрессĕн туйăнать ăна, çавăнпа та алăк сасси илтĕнмессерен чĕри кăртах сикет унăн.

—Килет пуль те-ха Çĕнĕ çулсем тĕлнелле, тĕлĕкне те куртăм,— терĕ карчăк, хăйĕн яланхи сăмахне пуçласа.— Сахал-и унашкал хыпар-хăнарсăр çухалса пурăннă салтаксем? И-и, тем чухлех! Вăрçă вăхăтĕнче нумайăшин “вилнĕ хучĕсем” килкелерĕç те, кайран хăйсем те сывах таврăнчĕç. Хăйпе пĕрле вăрçăра пулнă юлташĕ çырса янă, теççĕ. Çырма вăл тем те çырма пулĕ — хут чăтать. Çав хунав юман пек çирĕп каччă ăçта çухалтăр? Шывра та путас çук, вутра та çунас çук.

Карчăк пĕрехмай калаçать, халĕ вăл тем вăхăтчен кĕнекине хупмасть ĕнтĕ.

—Сурăмварти Петюк та тупăнчĕ, ав, нумай çул хушши пĕр хыпар-хăнарсăр çухалса пурăннăччĕ. Вăл арăмĕ пирки тарăхнипех хут çырман, тетчĕç пулас та-ха… Тата çав… Тури касра пĕр салтак хамăр Валери пурăннă çĕртепех, Китай çĕрĕнченех, килнĕ, теççĕ, хушамачĕ Саланăх, терĕç-и… Çавăн патне çитсе калаçса пăхас пулать, тен, вăл шапах Валерие курнă-илтнĕ çын пуль…

“Саланов? А-а, паçăр хĕрсем ун çинчен калаçрĕç пулмалла”,— шухăшларĕ Коля, тĕттĕмре пиншакĕпе аттине шăппăн хывса. Вăл шалти пÿлĕме кĕчĕ те алăка тачах хупса хучĕ — амăшĕн хурлăхлă сасси пур пĕрех илтĕнет… Коля çутăсăрах салтăнса выртрĕ…

Çук, куç хупсан та ыйхă килмест! Коля сиксе тăчĕ те лампă çутрĕ.

Сĕтел çинчи хура рамкăра Валерий сăнĕ. Миçе хут тытса пăхман-ши Коля çак ÿкерчĕке? Тĕлĕкре те пиччĕшне çак ÿкерчĕк çинчи пекех курать вăл: тĕреклĕ хул-çурăмлă салтак хаваслăн кулса ларать… чĕрĕ тейĕн… çăвар уçса сăмах хушас пек…

Коля, пиччĕшĕн сăн ÿкерчĕкĕ çине пăхса, чылайччен шухăша кайса ларчĕ, унтан сĕтел сунтăхĕнчен икĕ конверт туртса кăларчĕ: пĕри — тăват кĕтеслĕ те хулăн, тепри — виç кĕтеслĕ те çÿхе; иккĕшĕ те хуралса, çĕтĕлсе пĕтнĕ, адресĕсем те палăрми пулнă. Пысăк конверчĕ юнпа, Валерий юнĕпе вараланнă (салтак амăшĕ ăна курмассерен татăлса макăрать). Ку çырусене Коля пăхмасăрах калама пĕлет пулин те, кĕçĕр, чĕре çуннă чух, вĕсене тепĕр хут алла илчĕ. Малтан пысăк конвертне уçрĕ — шăрçа пек çырнă йĕркесем курăнса кайрĕç:

“Хĕвел пек хĕрÿллĕ салам сана, Валерий!

Мĕнлерех пуçласа, мĕн каласа çырам-ши хамăн пĕрремĕш çырура? Çырма лариччен тем чухлех çырассăн туйăнатчĕ, халĕ ак ним çырма та пĕлместĕп. Сан патна тем пысăкăш салам, уй хапхинчен кĕрейми салам яратăп! Тен, эсĕ ку хута ялта мар, вăрçă хирĕнче илĕн, тен, унти ялсенче уй хапхисем те çук пуль.

Ирĕн-каçăн тунсăхласа санран çыру кĕтрĕм, миçе çул кĕтрĕм — çаплах çырмарăн, Валерий, виç сăмахпа та пулин мана ху çинчен пĕлтермерĕн. Кашни каçах ирхине санран çыру илме ĕмĕтленсе çывăрма выртаттăмччĕ, почтальон хамăр пата пымассерен чĕрем çурăлса каясла сикетчĕ. Такамран та çыру килетчĕ, анчах чи кĕтни — çукчĕ. Çырмарăн çав эсĕ, Валерий, те çырас темерĕн, те çырма вăхăт çукшăн? Çавăнпа пирĕн хушшăмăрта йăлтах çакăн пек пулса тухрĕ пуль. Тепĕр тесен, кам эпĕ саншăн? Тăвану мар, çураçнă хĕрÿ те мар, çывăх юлташу та мар, иксĕмĕр пĕрпĕрин патне çырма сăмах татман.

Эпĕ мĕн ачаран сана кăмăлласа ÿсрĕм. Ун чухне эпĕ санпа пĕр партă хушшинче ларма та вăйă картинче юнашар тăма çеç ĕмĕтленеттĕм, анчах çав пĕчĕк телей те мăна тивĕçместчĕ. Эсĕ яланах манран ютшăнаттăн, Михайлова Ленăпа çÿреттĕн. Ÿсерехпе эпир пушшех сайра тĕл пула пуçларăмăр. Тĕл пулсан та, эсĕ манпа питĕ сахал-калаçаттăн. Темшĕн-çке пире пур пĕрех мăшăр вырăнне хуратчĕç. Ача чухнех Лена ман çине çилленсен: “Ай, намăс! Намăс! Валькăпа варлă!”—тесе витлетчĕ. Ÿссе çитсен те вал мана сăмах майĕн сан ятупа тĕртсе илме юрататчĕ. Эпĕ ăна вара е вăрçаттăм, е илтмĕш пулаттăм, чĕремре хам çапах савăнаттăм тата. Пĕр шутласан — кулăшла та, кÿренмелле те ĕнтĕ.

Эсĕ çара тухса каймаллине пĕлсен, эпĕ çĕрĕпе те куç хупмарăм, сан çинчен шухăшласа пуç çаврăнакан пулчĕ. Тепĕр кунне вара, уй хапхинче сана алă парса уйрăлнă чух, ним калама пĕлмерĕм, каçхине шухăшласа хунă сăмахсем те таçта кайса кĕчĕç. Айван мар-им, иментĕм халăх умĕнче санпа калаçма, хăвна валли ятарласа хатĕрленç тутăра та хăйса параймарăм. Çавăн пек ĕнтĕ эпир, чăваш хĕрĕсем, именчеклĕ. Тем пулчĕ мана ун чухне, юлашки самантра, сан çине пăхрăм та, чĕлхем çĕтрĕ, эсĕ те пăхса çеç илтĕн, çур сăмах та пулин каламарăн. Пĕр-пĕрне ахалех ăнлантăмăр пуль, терĕм. Кайран тин, аллунти кăвак тутăр çул кукринче юлашки хут вăркăшнине курсан, хам ним те каламаншăн хăраса ÿкрĕм. Сан хыçăнтан пĕчĕк ача пек макăрса чупса пыма та, сана хуса çитсе хам юрату çинчен калама та хатĕрччĕ эпĕ — ман умрах укăлча хапхи хупăнчĕ те пире пĕр-пĕринчен уйăрчĕ…

Унтанпа пирĕн пÿрт умĕнчи хурăнсем тăваттăмĕш хут çулçă тăкаççĕ ĕнтĕ.

Сайра хутра эсĕ Лена патне çыркалаттăнччĕ, вăл мана кашни çырунех вулаттаратчĕ. (Эпир унпа пĕрле çуллахи каникулта фермăра пăрусем пăхрăмăр. Халĕ эпĕ фермăран тухрăм-ха, кун пирки кайран калăп). Сан хутна алла илсенех, вулама тытăниччен малтан, хам ята шыраса, çиелтен кăна пăхса тухаттăмччĕ, анчах эсĕ пĕр çырура та ман ята асăнманччĕ. Хамăн пуçласа çырма хăюлăх çитеймерĕ: тем шутлăн, терĕм. Лена патне янă çырăвусене вулаттăмччĕ те — пĕрре хурланаттăмччĕ, тепре савăнаттăмччĕ. Эсĕ ун патне юлташла çеç çыраттăн пулас, пĕр сăмахĕ те юрату çинчен систерместчĕ… (Ан тирке ĕнтĕ, мĕн пур вăрттăн шухăшăмсене йăлтах уçса паратăп.) Эсĕ Германинче çапăçнă чух санран çырусем час-часах килместчĕç, аннÿ яланах сан çинчен хурланса калаçатчĕ, эпĕ те унпа пĕрлех саншăн пăшăрханаттăмччĕ. Эсĕ аманнă тенине илтсен, çĕр çывăраймарăм.

Хĕвеланăçĕнче фашистсене çĕнтернĕ хыççăн хамăр станци урлă хĕвелтухăçнелле кунĕн-çĕрĕн çар эшелонĕсем иртме пуçларĕç. Çĕнтерÿçĕсем Берлинтан таврăнаççĕ. Хамăр ялсем те килкелерĕç. Нумаях пулмасть-ха, Мурзаев Вихтăрпа Шамбулкин Павăл килсе çитрĕç. Иккĕшĕ те питĕ маттурланса кайнă. Кăмăлĕсем вара ĕлĕкхиллех пек, ытлах улшăнман. Вихтăрĕ халĕ те сахал калаçать, Павăлĕ çаплах шÿт тума, ытлашширех калаçма юратать, тĕпĕр чух чăвашла маннăрах пек те хăтланкалать. Малтанхи кунсенче амăшĕпе те вырăсла çеç калаçатчĕ, тесе кулаççĕ çамрăксем. Халĕ колхозрах ĕçлеме вырнаçрĕç-ха. Павăл — ĕне ферми заведующийĕ, Вихтăр—рядовой колхозникех. Каçсерен иккĕшĕ те пирĕн урама купăспа анаççĕ. Маруçпа Таруç вĕсем килнĕренпе тепĕр хут çунат хушрĕç, кăшт кăна вĕçсе каяймаççĕ “çич юталла”. Эпĕ вĕсен савăнăçне куратăп та пĕчченнишĕн кÿренме те пĕлместĕп. Тен, мана хам юратнă каччăпа çÿреме лÿрмен те пуль. Тĕрĕссипех калас пулсан, çÿрес текеннисем те çук мар.

Валерий, хăçан тепре тĕл пулăпăр-ши эпир? Пĕр вăхăтра курнăçма май та пурччĕ, анчах телей пулмарĕ. Ху Берлинтан хĕвелтухăçне иртсе кайнă чух киле телеграммă ярсан, Коля шăллу станцăна тухса чупрĕ. Пасар кунĕччĕ те, эпĕ те вара, пасара каям пек туса, унран юлмарăм. Пĕр талăк сана кĕтрĕмĕр, çĕрĕпех перрон тăрăх утрăмăр, темиçе эшелон та иртрĕ, темиçе пин салтак та иртрĕ — эсĕ çеç курăнмарăн. Ахаль çавнашкал, телейĕм çук пуль, тетĕп: эпир сана шыранă хушăра эс те паллакансене шыранă-мĕн, анчах пасар пек халăх хушшинче пĕр-пĕрне асăрхайман, эшелонĕ те сирĕн вунă минут пек çеç тăчĕ. Поезд тапранса кайсан тин сана куртăмăр: эсĕ вагон картлашки çинче тăрса пыраттăн, гимнастеркăпа, çара пуçăн, çÿçÿ çилпе вĕçкелетчĕ… Кольăпа иксĕмĕр те сана ятран кăшкăрма тытăнтăмăр, анчах кăшкăракан-йĕрекен пирĕнсĕр те нумайччĕ. Эсĕ пире илтеймерĕн, асăрхаймарăн, çаплипех кайрăн… Вара, çав тери чун кÿтсе килнипе, эпĕ Кольăран вăрттăн вокзал хыçĕнчи карта çумне таянса макăртăм…

Халĕ ман телейĕм, ман савăнăçăм виçесĕр!

Ĕнер уйра тырă выраттăмăрччĕ, кăнтăрла тĕлĕнче мана почтальон çыру тыттарчĕ, адресне курсанах савăнса ниçта кайса кĕреймессе çитрĕм, ним те калаймастăп, çырăва чуп тăватăп — куçăмран куççуль шăпăртатать. Миçе хут вуларăм-ши сан кĕске çыруна! Яланах именсе çÿрерĕм, ачаранпах хам туйăма санран та, çынсенчен те пытарса пурăнтăм — паян хам телей çинчен тĕнче илтмелле кăшкăрăттăм. Эпĕ сана курма станцăна пыни çинчен Коля çырса пĕлтермен пулсан, эсĕ ман пата çырман та пулăттăн-и, тен? Çĕр хут тав сана, Валерий, мана ырă сунса, хисеплесе çырнăшăн!

Çыру икĕ эрне хушши килнĕ, çулĕ ытла инçе çав. Ас тăватăн-и, улттăмĕш класра вĕреннĕ чух карттă çинче Маньчжури ăçтине тупаймарăн та, вара учитель мана чĕнсе кăларчĕ — хам кăтартрăм… Халĕ сана шăпах çав Маньчжури тăвĕсем урлă çуран каçма тиврĕ. Йывăр пуль ĕнтĕ, ăнланатăп. Çапах тÿс, Валерий, хамăр яла ырă ятпа таврăнма тивĕçлĕ пул. Тăшмансене хăвăртрах çĕнтерсе таврăнăр. Кунта сана питĕ хытă кĕтетпĕр. Ху юлташна та, юрăсем çыраканнине, Алмазова, хăнана илсе кил — лайăх пăхса ярăпăр. Ăна та салам кала. Тата — хăш енчи чăваш вăл?

Ку çырăва темиçе хут та тÿрлетсе çыртăм, çапах çыпăçуллă пулмарĕ пуль, уншăн каçар. Паян иртенпех шалкăм çумăр çăвать, уя тухмарăмăр. Эпĕ кунĕпех çыру çыратăп. Мĕн шутланине йăлтах çыртăм.

Ку вăхăтчен килтех пурăнтăм, фермăра пăрусем пăхрăм. Ĕçлеме питĕ йывăр пулчĕ. Выльăх апачĕ çителĕксĕр, пĕлтĕр утă капана кĕричченех çĕркелени пулчĕ. Çамрăк пăрусем нумайăшĕ чирлерĕç, вилкелени те пулкаларĕ. Çулла, выльăхсене уя кăларсан, пăру пăхма аннене яраттăм, хам суха тума та, сÿре сÿрелеме те, тырă вырма та кайсах тăтăм. Ялта вăй питти арçынсем çукпа пĕрех, колхозра хĕрарăмсем те ватă-вĕтĕ çеç ĕçлеççĕ. Лашасем çитмеççĕ, вăрçа нумай илсе кайрĕç. Вак-тĕвек ĕçсене ĕне, вăкăр кÿлсе çÿретпĕр. Вăрмантан вутă çунашкапа туртса е çĕклемĕн йăтсах йÿнеçкелетпĕр. Çапла кунта пурнăçсем, Валерий. Халь ĕнтĕ малашне çăмăлланĕ тетпĕр. Арçынсем таврăнкалаççĕ.

Эпĕ кăçал вĕренме кайма шут тытрăм. Тепĕр эрнерен Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче вĕренме тытăнатăп, çавăнпа фермăра ĕçлеме пăрахрăм. Зоотехник пулас тетĕп. Анне питĕ ярасшăн мар: “Килте никам та юлмасть, аçу кил-çуртне салататăн ĕнтĕ, тĕтĕм сÿнтеретĕн”,— тет. Вĕренсе тухсан, ĕçлеме ялах таврăнатăп, тетĕп те — ĕненмест, таçта инçете ярĕç, тет. Эпĕ каясран хăраса, вăл ман платйĕсене пытарса хунă, пур пĕрех вăрттăн тухса таратăп. Кайран хăех тав тăвĕ.

Валерий, эсĕ ман çырăва вуласанах, вăхăт тупса, хирĕç çырма тăрăш, текех ытлашши кĕттерсе ан асаплантар ĕнтĕ. Пирĕн калаçасси те çыру вĕçне анчах юлчĕ, вăрçă пĕтмесĕр те тĕл пулаймăпăр. Сан çырăвна эпĕ чун пек кĕтетĕп, çунатланса кĕтетĕп, унтан та ытларах хăвна кĕтсе пурăнатăп. Яла таврăнас чух ман пата телеграммă яр — эпĕ сана, Автан çырми патне тухса, çул тăваткалĕнчи хурама айĕнче кĕтсе илĕп… Тата калама ас туман: паян эпĕ шăпах çирĕм иккĕ тултартăм.

Сана ырлăх-сывлăх сунатăп. Эсĕ мана мансан та, эпĕ сана нихçан та манае çук, ырă тантăшăм. Тепĕр хут сана хам юрату пек вĕри салам, çичĕ хут салам!

Салампи Акрамова. 1945 çулхи августăн 23-мĕш кунĕ”.

Коля вуласа пĕтерчĕ те йывăррăн сывласа ячĕ, чылайччен шухăша кайса ларчĕ, вара çырăва тирпейлĕн тăваткалласа хуçлатрĕ те конверт ăшне чикрĕ.

“Кама кирлĕ ĕнтĕ халь çак манăçа тухнă çыру? Кам вуласа савăнĕ ăна? Хăвăрт сивĕнчĕç иккен “хĕвел пек хĕрÿллĕ саламсем!..”

Коля тепĕр конвертне уçрĕ те чуна çÿçентерекен сăмахсене вуламасăрах аса илчĕ:

“…Тăван çĕршывшăн паттăррăн çапăçса пуçне хучĕ… Ăна пĕр çÿллĕ ту тăррине пытартăмăр… Ун çумĕнче пулнă хутсене-йăлтах килне ярса паратăп… Старши сержант Анатолий Алмазов. 1945 ç. Сентябрĕн 1-мĕш кунĕ”.

Коля ик аллипе те пуçне ярса тытрĕ.

“Валерий вилсен, тепĕр куннех вăрçă чарăннă! Тепĕр куннех Япони парăннă!.. Каллех станцă урлă çар эшелонĕсем хĕвелтухăçĕнчен хĕвеланăçнелле иртеççĕ: çĕнтерÿçĕсем Порт-Артуртан таврăнаççĕ. Анчах Валерий хамăр киле нихçан та таврăнас çук ĕнтĕ. Анне çеç ăна ирĕн-каçăн кĕтсе пурăнать… Салампи! Ытла ир мантăн-им хăвăн “нихçан манми тантăшна?!”

Амăшĕн Çĕр Шухăш, Хĕрĕн Пĕр Шухăш

Хĕнпе ÿссе хĕр пултăм,

Ялта ята ямарăм.

Юрă.

— Ваттисем калани — пуш çăвартан тухнă сăмах мар. Итлеместĕр çав эсир аслисем каланине, хăлхана та чикместĕр, кам ятласа çитерес сире? Хут пĕлетпĕр тесе, пуçа ытла каçăртма юрамасть, хĕрĕм. Аслăран та ăслă татах пур, ухмахран ухмаххи те тупăнать. Хăвăн пурнăçна хăвах йывăрлатрăн-çке, манпа та лайăххăн, тĕплĕн канашласа пăхмарăн. Мĕнле пурăнас тетĕн ĕнтĕ халь пĕчĕк ачупа? Унсăр та йывăр пурăнаттăмăр.

Салампи сĕтел умне ларнă та чарăнми калаçакан амăшне хирĕç ним те чĕнмест. Валерик çинчен мĕн каламаллине вăл амăшне тахçанах каласа панă ĕнтĕ.

Пĕчĕк Валерик, сарă кăтра ача, ун чĕркуççийĕ çине ик аллипе те уртăнса, ним шарламасăр тăрать, çаврака кăвак куçĕсемпе Салампие хĕрхенсе сăнать; кăмака сакки çинче выртакан чирлĕ карчăк чăиашла калаçнă пирки ача ăна ăнланмасть, анчах вăл кăмăлсăррине сассинченех сисет, çавăнпа ун еннелле шиклĕн пăхкалать.

Салампи шухăша кайнă пĕчĕк Валерике пуçран лăпкаса йăпатма та ас тумасть, амăшĕн сăмахĕсем ун чĕрине çĕçĕпе чикнĕ пек ыраттараççĕ.

Пÿрт умĕнчи хурăнсем çилпе шавласа лараççĕ, кантăк çумне сивĕ çумăр тумламĕсем шăпăртатса çапăнаççĕ.

—Мама!

Салампи шартах сикрĕ.

—Мама, спать,— терĕ Валерик, кĕпе аркинчен туртса.

Салампи ăна пуçĕнчен лăпкаса илчĕ те тĕпелти сак çине вырăн сарма тăчĕ.

Карчăк вăйсăррăн йынăшса ячĕ:

—А-а-ах! Чикен чиксе вĕлерет. Пĕртте вăй çук, темшĕн çакнашкалах хĕне ермелле пулчĕ-çке! Вилĕм те час çывхармасть. Тата тем курасси пур ĕнтĕ сирĕнпеле…

Валерик сĕтел урине мăнтăркка аллисемпе ыталаса илнĕ те карчăк еннелле хăраса пăхса тăрать.

—Кил, Валерик,— вырăсла чĕнчĕ Салампи, анчах ача ют пÿртре, ятлаçакан карчăк умĕнче, урай варрине тухма шикленчĕ, сĕтел урине тата хытăрах çатăрласа тытрĕ те хурланчăк сасăпа макăрса ячĕ.

Салампи чунĕ çав тери кÿтсе çитрĕ, унăн хăйĕн те пĕчĕк ача пе^ макăрса ярас килчĕ, анчах вăл, чунне хытарса, куççульне çăтрĕ, ачана сĕтел ури çумĕнчен ачашшăн уйăрса илчĕ те вырăн çине вырттарчĕ.

Инçе çул хыççăн ĕшеннĕ Валерик выртнă-выртман çывăрса кайрĕ.

Салампи чылайччен çумăр шăпăртатнине, çаралса юлнă хурăнсем салхуллăн шавланине итлесе ларчĕ. Çур çĕр те çитрĕ ĕнтĕ, анчах ыйхă килмест. Амăшĕ каллех калаçа пуçларĕ.

—Миçе хутчен каланă ĕнтĕ сана, мĕн чухлĕ ÿкĕтленĕ— çук, хăлхана та чикесшĕн пулмарăн. Хам та ухмах пултăм: ма ятăм-ши çав хăямат институтне, ма ятăм-ши? Ху ирĕк илтĕн çав, манран ыйтса тăмарăн, хулана манран вăрттăн тухса тартăн. Ак халь… Виçĕм çулах качча тухнă пулсан, ним те пулман пулĕччĕ, çак хурлăха та курмăттăн… Эришкассинчи Хветĕр темиçе хутчен килсе кайрĕ. Каччи хама та килĕшетчĕ ĕнтĕ: нумаях вĕренмен те-ха, çапах та пурнăç курнă çын, питĕ кăмăллă калаçать, нихçан тĕлсĕр сăмах персе ямĕ! Ăна та тиркерĕн, сивĕтрĕн çынна,— вара, вăн, Куракасси хĕрне илчĕ. Халĕ питĕ пуян пурăнаççĕ, тет.

Салампи, яланхи пекех, хирĕç ним чĕнмесĕр, амăшĕн сăмахне тăнласа ларчĕ.

Ун амăшĕ пек хаяр хĕрарăм ялĕпе те пулман пуль, чи чарусăр ачасем те унран шикленерех тăнă: пĕри те ун пахчинчен хăяр вăрлама хăяйман. Вăл хăйĕн аслă хĕрĕсене те питĕ çирĕп тытса усранă, хăйне хирĕç çăвар уçтарман. Анчах халĕ, ак, кĕçĕн хĕрне сурса ятлас чухне, питĕ пăшăрханса, хурланса калаçать. Чирпе вăйсăрланнăскерĕн, сасси чĕтрет, сывлăшĕ час-часах пÿлĕнет.

—Виçĕм çул тата Вăрманкас салтакĕ ярмăрккăран тÿрех кунта кĕнĕччĕ. Мĕнрен япăх каччă? Кăкăр тулли митал çакса тултарнă — тенкĕсем пек шăнкăртатаççĕ. Çынни ăспуçран та, сăн-питрен те япăх мар. Ăна та пулин килĕштермерĕн, вĕсем килсе кĕрçенех пÿртрен тухса тартăн. Каччи вара калама çук пăшăрханчĕ,— ара, юлташĕсем умĕнче намăс кăтартрăн-çке. “Сăра ĕçтерем-и?” — тетĕп те, сĕнсе те ĕçмест, ăшĕ çуннипе çур витре шыва кăштах ĕçсе яратчĕ. Хам та вара çавăн чухне хăйне йăлтах хĕрхенсе пĕтрĕм…

Самантлăха çеç Салампи “Вăрманкас салтакне” аса илчĕ: чăн та, вăл лайăх каччăччĕ, хăйне питĕ сăпайлă тыткалатчĕ, ярмăрккăра-пасарта Салампи хыççăнах вăрттăн сăнаса çÿретчĕ. Мăнтарăн, хытах килĕштерсе пăрахнăччĕ пулас. Анчах Салампи унпа ыт ахальтен, лешĕн ырă кăмăлĕшĕн кăна калаçнăччĕ, халĕ ак ун ятне те ас тумасть… Сахал çын тĕл пулнă-им пурнăçра — пурне те ăçтан ас туса çитерĕн?

—Шухăшлама пĕлместĕн çав, хĕрĕм, пурнăçа мĕнле майлаштарасси çинчен пĕрре те шухăшлас теместĕн, çавăнпа çакнашкал пулса тухрĕ ĕнтĕ. Аслă çынсемпе калаçса ыр шухăшсем ăса хывас темерĕн пуль лере те. Кĕçĕи пуçа асла хурса, хăвна ху такамран та пысăкрах хутăн пуль, ман пек хĕр урăх çук, терĕн пуль… Хам та кăштах ухмах пултăм çав, ăс çитереймерĕм: вăрçă вăхăтĕнчех илес текенсем пурччĕ — памалла та ямаллаччĕ. Хĕрхентĕм, çамрăк-ха, кăштах амăшĕ патĕнче пурăнтăр, терĕм. Халĕ акă килĕ-çурчĕ те, карти-хури те çулсерен кивелсе, юхăнса-ишĕлсе пырать, тытса юсакан никам çук. Çапла вăл арçынсăр — алă мар. Ав, сарай тăррисем çаралса юлчĕç, кĕркунне-çуркунне пÿрте шыв каять. Çурт çине витнĕ çĕнĕ улăма çуркунне сÿсе выльăхсене паратпăр. Килте арçын пулнă пулсан, çапла юхăннă пулăттăмăр-и? Сарай тăрринчи кивĕ улăм çĕрсе, тислĕкленсе кайрĕ ĕнтĕ, пута-пута анчĕ, унта армути кашласа ÿсет, мунча тăррине те хурăн шăтса ларчĕ. Çынран намăс! Эсĕ пĕр-пĕр качча килĕштерсе киле кĕртнĕ пулсан, çапла юхăнăттăмăр-и? Хамах ăс çитереймерĕм: вăрçă вăхăтĕнчех качча памаллаччĕ…

Салампи чунĕ тăвăнса çитрĕ. Чăн та, вăрçă вăхăтĕнчех ăна килĕштерекенсем пурччĕ, вăрçă пĕтес çул пĕр-иккĕн хăтана та килнĕччĕ, анчах ун чухне Салампи амăшĕ те Валерий таврăнасса кĕтсе пурăнатчĕ пулас çав. Ял-йышпа пĕрлех вăл та Салампипе Валерий мăшăрланасса вăрттăн шанса тăратчĕ.— Çамрăк-ха, ашшĕ килĕнче тепĕр виçĕ çул пурăнтăр,— тесе ăсататчĕ вăл евчĕсене.

Купăс сасси илтĕнсен, Салампи, чÿрече каррине сирсе, урамалла пăхрĕ. Валерйй шăллĕ, Коля, пĕчченех купăс каласа иртрĕ. Хурлăхлă кĕвĕ чылайччен хăлхара янăраса тăчĕ, Валерий нихçан та таврăнас çукки çинчен ас тутарнăн туйăнчĕ.

—Халĕ кам таврăнасса кĕтес ĕнте?—терĕ сасартăк амăшĕ.— Мĕншĕн пурне те тиркес? Тиркекене — тирĕк тĕпĕ тени çаврăнса çитĕ ак, ун чухне вара чавсу çывăх пулĕ те — çыртаймăн. Хĕр ĕмĕрĕ вăрăм мар. Сан пек мар хÿхĕм, пуян хĕрсем пур та — килтех ватăлаççĕ… Ачи пурăнтăрах ĕнтĕ, халь тин ним тумалли те çук. Ачаллă хĕрсем те качча каяççĕ, виç-тăват ачаллă арăмсене илекенсем те пур. Юратсан, ăна-кăна пăхса тăмĕç. Çырни çырлан курăнать, тенĕ. Эсĕ халь те çынсенчен катăках мар-ха. Пĕрпĕр çамрăка киле кĕртес те — пурăнăр лайăх, шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе…

Салампи тек чăтса лараймарĕ, амăшне пÿлсех каларĕ:

—Ан калаç-ха, анне, кирлĕ мара! Çĕр тĕрлĕ шухăш та пырса кĕрет пуль сан пуçна… Мана никам та кирлĕ мар! Никам та…

“Кирлĕ мар”, тесшĕнччĕ вăл тепĕр хут — унăн сасси тытăнчĕ, пырне тем капланчĕ, пĕтĕм ăш-чикĕ тăвăрланса çитрĕ. I

Салампи хул пуççи çине пальто уртрĕ те тула чупса тухрĕ.

Амăшĕ, чылăйччен хускалмасăр, шухăша кайса выртрĕ. Малтан çан-çурăм, ал-ура такам тимĕр тылăпа тылланă пекех суратчĕ, тапранмассерен чикен чиксе аптрататчĕ, акă халь тата чĕре ыратма пуçларĕ. Аш çунать. Шыв ĕçес килчĕ, анчах тăрса тĕпел кукрине утса çитмелĕх те вăй çук. Мĕншĕн Салампи çаплах кĕмерĕ-ха? Аçта кайрĕ пулать çĕр хута? Тем усал шухăш ан тыттăр — тур çырлахах!

Карчăк йынăшкаласа тăрса ларчĕ те каллех калаçма пуçларĕ. Ача чухне те, ятлама пуçласан, Салампи çапла çенĕке тухса таратчĕ, çапах та амăшĕ мĕн каланине алăк хыçĕнче пытанса итлесе тăратчĕ. Тен, халĕ те çеиĕкре итлесе тăмасть-ши? Çук, пÿрт ум алăкне шалтлаттарсах хупса тухрĕ те, каялла кĕни илтĕнмерĕ

— Йывăртарах каларам пулас, ытлашширех каларăм пуль? Халь тин ятласа та усси пулас çук. Пурăнасах пулать ĕнтĕ… Ку ачине усрава илесси пирки хам та перкун хытарсах ятламарăм, ыт ахальтен çеç калаçать пуль терĕм. Мăнтарăн хĕрĕ, ашшĕ вилнĕренпе те ыррăн савăнса кураймарĕ. Турта çине таянса ÿснĕ тиха пек, мĕн ачаран ĕçе кÿлĕнчĕ. Килти мĕн пур йывăр ĕçе, арçын ĕçне, хăех туса пурăнчĕ. Çав институтне вĕренсе пĕтерсен этем пулĕ-и теттĕм…

Карчăк пĕркеленнĕ пичĕ тăрăх куççуль тумламĕсем шăпăртатса анчĕç.

Салампи амăшĕ ахлаткаласа тăчĕ те, шыв ĕçме тесе, тĕпелелле кăштăртатрĕ, анчах тĕпел кукрине çитнĕскерех шыв витри патне пымарĕ, ача умĕнче чарăнчĕ.

Пĕчĕк Валерик, алли-урине сарса пăрахса, месерле выртнă та мăшлаттарса çывăрать.

Карчăк, ун çине пăхса, шухăша кайрĕ.

“Вăтăр пилĕк çул арлă-арăмлă пурăнса та ывăл çуратса пулмарĕ. Патша чухне çĕр памасăр аптратрĕç. Виçĕ хĕр качча парасси, калама канас та — çăмăл мар вăл. Пĕр ят çĕрĕпе çемьене тăрантарса пурăн-ха, çĕрсĕр çи-пуç тума та хĕн. Йĕтĕн-кантăр акса тума çĕр кирлĕ. Хĕр тени вăл ун чухне тупрасăр никама та кирлĕ пулман. Çавăнпа та: “Çичĕ кин кĕртекен пуйса кайнă, çичĕ хĕр паракан çука юлнă”,— тенĕ халăх. Ĕлĕк, хăш-пĕр чухне, ашшĕ, пасартанмĕнтен ÿсĕр таврăнсан, тарăхнипе ятлаçса та илетчĕ; ывăл тумастăн, тесе айăплама пăхатчĕ. Турă паманни — ăçтан пултăр? Юлашки ачи те хĕр пулчĕ…”

Карчăк çĕрелле усăнса тăракан хулăн çивиттие тирпейлĕн пуçтарса илчĕ те Валерике ачашшăн витрĕ, вара кăмăлĕ çемçелчĕ, куçĕсем каллех шывланчĕç. Вăл чĕтрекен аллипе ачана пуçĕнчен питĕ хуллен лăпкаса илчĕ те ун çине хĕрес палли хучĕ.

— Мухтав турра, ывăл! — пăшăлтатрĕ хуллен.

Çумăр чарăннă ĕнтĕ, пÿрт умĕнчи хурăнсем кăна паçăрхиллех кашласа лараççĕ. Салампи, вĕсен салхуллă шавне итлесе, шухăша кайса тăчĕ.

Вăл пÿрте кĕрес тенĕччĕ кăна — кÿршĕри çенĕк алăкĕ сас турĕ, унтан хĕр ахăлтатса кулни илтĕнчĕ. Маруç кулать иккен. Савнисем улахран халь тин тухса каяççĕ пулас: пÿртĕнче çаплах лампă çунать-ха, чÿречерен кил картине çутă ÿкет. Маруç — мĕнле телейлĕ вăл! — хăйне такам кăтăкланă пекех, каçăхса кайса кулать. Теттемре, çенĕк алăкĕ умĕиче, уиăн шурă кĕпи кăшт курăнать те каллех çухалать: каччă хĕре шинельпе хуплать пулас, вара пĕр хушă калаçни плтĕнмест…

Вихтăр кăнтăрла пĕрмай ĕçлет, каçхине çапах Маруçпа тĕл пулма вăхăт тупать. Çав ĕнтĕ вăл, пĕр юратсан: талăкра çирĕм тăват сехет кăна пулсан та, савнипе курнăçма çирĕм пиллĕкмĕш сехет тупма пĕлес пулать…

Карлăк юпи çумне таянса тăракан Салампи пусма картлашки çинчен чупса анчĕ те пахчана тухрĕ.

Çумăр хыççăн садри йывăçсем ĕшеннĕ пек сĕнксе лараççĕ, кăшт сĕртĕнсенех — улмуççи турачĕсем çинчен шăпăрр! шыв тăкăнать. Сад та çаралса юлнă иккен. Йăлтах çаралма. Салху. Тăлăх…

Салампи кивĕ мунча тĕлĕнче чарăнчĕ. Тайăлсах кайнă вăл, тахçантанпах хутман ăна. Хăçанччен çапла тайăлса ларĕ ĕнтĕ вăл? Мĕн ачаран Салампи çак мунча умне иленмĕ. Акă тĕксĕм чÿрече айĕнче халĕ те пĕчĕк сак пур, ун умĕнче ватă йăмра тункати, Салампи ун хăвăлĕнче хăйĕн чуканисене пытарса усратчĕ. Хăçанччĕ-ха вăл? Питĕ тахçан… Унтанпа икĕ ĕмĕр иртнĕн туйăнать. Ытти чухне Салампи çак мунча умĕнче ачалăх кунĕсене аса илсе хăйĕнчен хăй кулатчĕ, кĕçĕр унăн пĕрре те кулас килмерĕ.

Ачалăх… Тахçанах иртнĕ-çке вăл! Салампи ун чухне пуканелле выляма питĕ юрататчĕ, тем тĕрлĕ çитсă татăкĕсенчен “тутăр-хăю” таврашĕ тăватчĕ те пуканисене “туй арăмĕ пек” те, “улах хĕрĕ пек” те тумлантаратчĕ. “Пĕчĕк пуканиксем” те пурччĕ мар-и? Салампи вĕсене пушшех кăмăллатчĕ, сарлака хупах çулçисенчен тунă сăпкара сиктерсе “çывăрататчĕ”: “ачине, паппине… ачине, паппине…”.

— Ачине… паппине,— пăшăлтатрĕ Салампи, пĕр вырăнта хытса тăрса, унтан сасартăках пĕчĕк Валерик паçăр ыйхăласа макăрнине аса илчĕ те мунча алăкне ним сăлтавсăрах тĕртсе пăхрĕ — тутăхнă петле чуна тивекен сасăпа чĕриклетрĕ, алăк, хăлтăр-халтăр! туса, çенĕк урайне ÿкрĕ. Ах! вăл хăрах петле çинче кăна тытăнса тăратчĕ-çке; çÿлти петли вăрçă вăхăтĕнчех татăлса кайнăччĕ те, çавăнтанпа ăна никам та тытса юсаман. Юсакан çукран хуçалахра йăлт юхăнса, ишĕлсе пырать…

Салампи мунча алăкне майлаштаркаласа хупрĕ те анкарти вĕçнелле утрĕ. Кăнтăрла унтан уялла пăхма аван: ипçетри-инçетри курăнать, халĕ ак, тĕттĕмре, анкарти хыçĕнчи лапсăркка улмуççин хура мĕлки çеç палăрать. Ялта та çутăсем курăнмаççĕ ĕнтĕ… Чим! Ял вĕçĕнче, тури урамра, пĕр чÿречере çутă пур. Кам пÿрчĕ-ха вăл? Валерисен! Коля ларать пулĕ унта, темшĕн халиччен çывăрмасть, тем вулать ĕнтĕ? Пĕр-пĕр питĕ тĕлĕнмелле роман тупнă пуль, тен, юрату çинчен?..

Салампи кĕçĕр улахра Кольăна тĕл пулнине аса илчĕ. “Мĕн шутларĕ-ши вăл ман пирки? Вăл та мана ыттисем пекех айăпларĕ-ши? Мĕн тăвасчĕ-ха ман? ..Валерик пирки кĕçĕрех улахра каласа памаллаччĕ-им? Вăт мĕнле героиньă пирĕн Салампи, теччĕр-им вара?”

—Салампи! Эсĕ-и ку?—илтĕнчĕ çывăхрах.

Шухăша кайнă хĕр шартах сикрĕ.

—Ай! Кам ку?

—Эпĕ ара, паллаймарăн-им? — терĕ фуфайкă тăхăннă, хулăн тутăр çыхнă хĕр, карта патне çывхарса.

—Ой, хăратрăн та-çке, Лена!

Икĕ хĕр мĕн сăлтавпа çакăнта çÿренине пĕр-пĕринчен ыйтма ас тумарĕç.

—Эпĕ паçăр сирĕн алăкăра тĕртсе пăхрăм — питĕрнĕ, чÿречерен шаккама иментĕм, вара киле кайса тумтир улăштарса тăхăнтăм. Халĕ фермăна каятăп,— пĕлтерчĕ Лена, вара Салампи çине тинкерсе пăхрĕ.

—Машăпа Даша… çавсем тем пакăлтатрĕç… Ĕненес килмерĕ,— лăпкăн калама тăрăшрĕ Лена. Çапах ун сасси чĕтренине Салампи тÿрех сисрĕ. Кун пирки сăмах пуçарасса вăл малтанах кĕтнĕччĕ, çавăнпа халь пĕрре те тĕлĕнмерĕ. Маруçпа Таруç пĕлсен вара—ял пĕлесси инçех мар.

—Ан ыйт халь ун çинчен, Лена, тепĕр чухне каласа парăп… Халь ан ыйт! Кĕçĕр ман питĕ ăш çунать, ним çинчен те калаçас килмест.

—Каçар, Салампи, пăшăрхантартăм пулсан.

—Нимех те мар, эпĕ хăнăха пуçларăм ĕнтĕ, хăнăхас пулать,— шÿтлеме хăтланчĕ хĕр, анчах сасси тытăнчăклă тухрĕ.

“Мĕншĕн вăл ачи пирки каламасть-ха? Мĕншĕн асапланать? Ăна ача пурри çеç мар, тата темле хурлăх асаплантарать пулас, çавăнпа вăл нимĕн те каласшăн мар”,— шухăшларĕ Лена.

—Вĕренме пăрахсах килтĕн-и? Е вăхăтлăха кăна-и?

—Анне хĕне кайрĕ, пÿртре те аран çеç ахлаткаласа çÿрет. Тен, вăл уйăх та ытларах выртĕ те… Аккасем питĕ инçетре, хăйсен те кашнийĕннех хуçалăхĕ, çемйи пысăк, пăрахса килес çук вĕсем.

—Йывăрах пулсан, больницăна леçес, Салампи? Мĕнле чир вара унăн?

—Ним чирне те пĕлмест вăл, температури те йĕркеллех. Анчах çапла чикен чикнипе тахçантанпах аптрать. Ватă-çке-ха, вăй çук, тет. Ăна больницăна вырттарсан та, килте каллех çын кирлĕ, выльăх-чĕрлĕхне те пăхасах пулать, пÿртне те хутса ăшăтмалла, унсăрăн сакайĕнчи çĕр улми шăнса пăсăлма пултарать, вучах сÿнтерме юрамасть.

—Вĕренес пирки мĕнле шухăшлатăн вара? — пăшăрханса ыйтрĕ Лена!

—Мĕн шухăшласси… Манăн пĕр шухăш кăна — институт пĕтересси!—çирĕппĕн каларĕ Салампи.— Халь пур пĕрех юлташсенчен юлатăп ĕнтĕ, килес çулсăр та института таврăнаяс çук пуль. Унччен килтех вĕренкелес, çитес çулта вара институтра çăмăлтарах пулĕ. Колхозра ĕçлес — практикă ÿстĕр.

—Ăçта ĕçлĕн ĕнтĕ? Кунта сана Юрăхлă ĕç те çук пуль. Клубра е правленире пулсан çеç.

—Çук, Лена, эпĕ малтанхи ĕçех — пăрусем пăхма фермăна пырас тетĕп. Мĕнле унта халь, фермăра?

—Ан та кала, Салампи, мухтанмалли çук. Пырассине пырăн та — ырринех ан кĕт, ÿкĕнмелле те пулĕ, тен. Йĕрке çук, курăм сахал. Ху пĕлетĕн, кăçал çумăр пулманран утăçаран типсе-çунса кайрĕ, тыр-пула пăр çапса çĕмĕрчĕ. Ĕнесем сĕт чакараççĕ, пăрусем чирлеççĕ. Шамбулкин фермăшăн çунма пăрахрĕ, хăйне валли пÿрт лартасшăн ытларах тăрăшать. Маруçпа Таруç пăрусене япăх пăхма пуçларĕç. Çавăнпа виçсĕмĕр час-часах хирĕçкелесе илетпĕр.

—Правлени мана фермăна ярас пулсан, эпĕ пур пĕрех килĕшнĕ пулăттăм. Йывăрри хăратса ÿкерес çук, йывăррине курма хăнăхнă-ха ăна. Çын янтăлани çине пырса кĕме йывăртарах пулнă пулĕччĕ,— терĕ Салампи.

Унăн малтанхи хуйхи çумне тата кÿренмелли хутшăнчĕ: фермăри ĕçсем япăхланни ăна пăшăрхантарчĕ.

Иккĕшĕ те пĕр сăмах хушмасăр тăчĕç. Çумăр ÿккелеме пуçларĕ.

—Ну, каям-ха эпĕ, Салампи, çумăр хытах çуса яриччен фермăна çитсе ÿкес,— терĕ Лена, урăх ним калаймасăр.— Таруçпа Маруç иккĕшĕ те улахра, пăрусем патĕнче никам та çук.

—Чипер кай… Килсе лар пирĕн пата, вăхăт пур чух, калаçăпăр…

Çумăр йăсласа çума пуçларĕ. Улмуççи турачĕсене сĕртĕнсен, халĕ паçăрхинчен те ытларах шыв шăпăртатса тăкăнать.

Епле тĕттĕм каç! Иртнĕ çутă кунсем çак тĕттĕмре пушшех илĕртÿллĕн курăнаççĕ: Шупашкар… тăван институт… хаваслă студентсем… Хăçан тепре курмалла-ши вĕсене?..

Салампи лапсăркка улмуççи айĕнче чарăнса тăчĕ.

Акă вăл, мĕн ачаран юратнă улмуççи. Ун улми таса та шултра пулатчĕ, турачĕсем çулсерен çĕрелле усăнатчĕç. Вăрçă тухнă çул хаяр сивĕ çапрĕ те, улмуççи аманса юлчĕ. Халĕ те кашни çулах шап-шурă чечеке ларать вăл, анчах çимĕç кÿмест ĕнтĕ. Миçе çул вăл çапла çаралса, тăлăххăн, çимĕç кÿмесĕр ларĕ-ши?

Икĕ Хĕр

Вĕсем хăрхăм пулас хĕрсем мар:

Пĕри — вĕри кăвар, тепри—нар.

П. Хусанкай.

Лена Салампипе курса калаçма икĕ талăк ерçеймерĕ. Çак кунсенче ăна пĕр шухăш канăç памарĕ. Салампие пурте ялти ятлă хĕр тетчĕç, ваттисем ăна ĕçченшĕн, сăпайлăшăн хисеплетчĕç, çамрăксем — ăшă кăмăллăшăн, хаваслăшăн юрататчĕç… Лена та нихăш енчен катăк пулман темелле: ĕçчен, хастар, сăн-пуçран та япăх мар — тата мĕн кирлĕ? Каччăсем çапах Салампие маларах хуратчĕç пулас çав: Валерий те ăнах юратнă! Икĕ хĕр пĕр-пĕрне кÿлешнĕ тесе шутлатчĕç çамрăксем. Тĕрĕс-и ку? Лена, тен, хутран-ситрен кÿлешнĕ те пуль, анчах Салампи?.. Кÿлешнĕ-ши Салампи? Вăл ăна-кăна палăртмастчĕ. Ăçтан пĕлес: кÿлешнĕ те-и, тен… Акă Валерий те çук, Салампи те хăй шăпине ачапа çыхрĕ. Савăнмалла-ши ĕнтĕ Ленăн? Текех ялта ăна çитекен хĕр çук-çке, ăна чăрмантаракан та çук! Чăн, Салампи малтанхи пекех чипер-ха, тен, малтанхинчен те чипертерех пуль, вăл халĕ те такамран ирттерме пултарĕ, çапах ăна нумайăшĕ хĕр вырăнне хумаççĕ ĕнтĕ: вăл — ача амăшĕ! Ачи — усрава илнĕскер çеç пулин те. Маруç калать: Салампи хăй  ачинех приютра усранă, ун пек усрама саккун пур, тет. Маруçăн инкĕшне мăнаккăш хĕрĕ, хулара курсан, Салампин ачи пурри çинчен ĕнентерсех каларĕ, тет, вăл ача ашшĕ камне те пĕлет пулать. Маруçпа инкĕшне тепĕр чух ĕненме йывăр ĕнтĕ. Ан тив, ачи Салампин ан пултăр, анчах мĕншĕн Салампи хĕр пуççăн ача усрава илнĕ-ха? Мĕншĕн вăл, вĕренекенскерех, чи хÿхĕм каччăсене килĕшмеллескерех, хăйĕн хĕр ĕмĕрне йывăрлатнă, мĕнле сăлтав, мснле вăй ăна çапла тутарнă? Мĕнле çыхăну пур унпа çав ача хушшинче? Кам — ача ашшĕ? Мĕнлескер вăл?

Вĕçĕмсĕр тăсăлать Ленăн шухăшĕ, пăтранать, ниепле те нĕр уçăмлă йĕр çине тухаймасть, вĕçне çитеймест. Лена Салампие хĕрхенет те, ÿпкелет те, юратать те. Пуринчен ытларах, мĕнле пулсан та, юратать. Ун шучĕпе, Салампи ялти хĕрсенчен, Ленăран хăйĕнчен те кăмăллăрах, халиччен вăл никама хаяр ятпа чĕнмен, йывăр каласа кÿрентермен, халăх çинче хăйне питĕ лăпкă, сăпайлă тыткаланă, нихçан ваттисен сăмахĕнчен иртмен; ун çумĕнче темĕнле вăрттăн вăй пур, çав вăй кашнинех иментерет те, илĕртет те, лăплантарать те, пăшăрхантарать те.

—Елен, эсĕ халĕ те тумланман тем? —терĕ вутă йăтса кĕнĕ амăшĕ.— Сана паçăрах клуба пыма чĕнсеччĕç… Аçу та унта кайрĕ пулмалла, тем, пуху пулать, терĕ-и çав? Апат çимесĕрех тухса кайрĕ. Пуху тесен вара — çăкăр та кирлĕ мар çав ăна…

— Халех каятăп, анне. Пуху мар, агрокружок занятийĕ пулать. Турикас колхоз садовочĕ Саланов лекци вуласа парать унта.

—Леш, кукурус ÿстерекенни-и?

—Çавă, анне, Семен Саланов.

—Çавах пулчĕ пуль эппин, паçăр, шыв ăсса килнĕ чух, куртăм: Саламписем патне пĕр хура каччă килсе кĕчĕ. Ашшĕ-амăшне лайăх пĕлетĕп — ырă çынсем.

—Салампипе пĕрле институтра вĕреннĕ вăл.

Салампи тенĕрен, амăшĕ тем каласшăнччĕ пулас та — каламарĕ.

Лена атă хывса боти тăхăнчĕ, туделанчĕ, тĕкĕр умне пырса, кĕске сарă çÿçне берет айне тирпейлесе пуçтарчĕ, вара васкамасăр пÿртрен тухса кайрĕ.

—Ытла каçа юлса ан çÿре, хĕрĕм, тем тĕлне пулăн,— тесе юлчĕ амăшĕ.

Вăл çакна Салампи çинчен аса илтерсе каланине хĕрĕ тÿрех сисрĕ. “Ан хăра, анне, маншăн, хамăнне хам пĕлетĕп”,— тесшĕнччĕ вăл, анчах нимĕн те шарламарĕ.

Клубра халăх нумаях мар-ха, пухăнса çитмен. Лена ашшĕ, пĕр пухуран та, пĕр киноран та, пĕр лекцирен те юлманскер, яланхи йăлипе, чи малтан килнĕ пулас, кăмака çумĕнче пĕчченех табак туртса ларать. Çамрăксем хыçалти тĕттĕмрех кĕтесе вырнаçнă, темшĕн ахăлтатса кулаççĕ. Лена вĕсем патне пырса ларчĕ.

Таруçпа Маруç иккĕшĕ те пĕр пек тумланса килнĕ: шурă çăм тутăрпа, шурă чуссăнкипе, хура сăхманпа. Иккĕшĕ те питĕ хаваслă. Павăл Шамбулкин вĕсене тем каласа култарать. Лена пырсан вăл калама чарăнчĕ, хĕре саламласа алă тытрĕ. Чĕмсĕр Вихтăр пĕр сăмахсăрах, ячĕшĕн тенĕ пек çеç алă пачĕ.

—Лена, эсĕ пĕлме кирлĕ: Салампи килет-и? Саланов вĕсем патне кĕнĕ, теççĕ. Клуба иккĕшĕ те килеççĕ-и?—ыйтрĕ Маруç ытахальтен кăна. Шурă тутăр çыхнăран унăн хĕрлĕ пичĕ пушшех хĕрлĕ курăнать; тулли кĕлетки хускалмассерен сăхман пĕрмисем çурăлса каяссăн туйăнаççĕ,— сĕлĕ кĕлтине ытла пысăк тусан, çыххи çапла, чăтаймассăн туйăнать.

—Чăнах та, Лена, эс пĕлместĕн-и? — ыйтрĕ çамрăк Таруç та.

Шурă тутăр çыхнăран унăн шуранкарах пичĕ пушшех шуранка курăнать; çинçешке кĕлетки ачасем çыхнă пĕчĕк ыраш кĕлти пек туйăнать.

—Эсир пĕлмен хыпар та пур-и ялта? — терĕ Павăл тĕртсе; унăн йĕплĕ чĕлхи никама та шеллесе тăмасть.

Тус-хĕрсем ăна кÿренчĕç пулас, шăпăртах пулчĕç. Вихтăр, çакна кура, кăштах йăлкăшса кулчĕ.

—Ăçтан пĕлем эпĕ? Тен, килĕ-ха,— терĕ Лена кăмăлсăррăн. Хĕрсем Салампи çинчен юриех сăмах хускатнине сиссен, вăл сасартăк пăшăрханчĕ.

Маруçпа Таруç чĕнмесĕр ларчĕç-ларчĕç те пĕр харăсах: “Салампи”,— тесе ячĕç, унтан иккĕшĕ те, пĕр-пĕрне чăрмантарас мар тесе, калас сăмахнех каламарĕç.

—Калăр тата, мĕн чарăнтăр? Пĕр пуçланă сăмаха каламасан, вилме выртсан виç кун вилеймесĕр асапланать, теççĕ,— тĕртсе илчĕ Павăл.— Пĕрерĕн калаçăр, мĕн эсир, стройри салтаксем командира саламланă пек, харăс калаçатăр?

—Салампи халĕ те ачин ятне çыртарма ял Советне пыман, тет-иç,—пăшăлтатса каларĕ Таруç.

—Мĕн çыртаран унта, ачин ашшĕ камне пĕлмесĕр? Ашшĕ ятне пĕлмест, тет-иç! Вĕлтрен ăшĕнчен тупнă мар-и?—хытах персе ячĕ Маруç, анчах хăй çине Вихтăр хаяр куçпа пăхнине асăрхарĕ те шăпланчĕ, хулăн тутине тутăр вĕçĕпе хупларĕ.

—Ан авăрт пуш армана! — терĕ чăтаймасăр Вихтăр.— Салампи ют ачана усрава илнĕ, амăшĕ калать. Ним пĕлмесĕр шавлатăр.

“Карма çăвара тутăр карса та чараймăн”,— шухăшларĕ Лена, Маруçа тарăхса, вара пат татса каларĕ:

—Мĕн тума кирлĕ сире ашшĕ? Ачан амăшĕ пур вĕт!

Каларĕ те — урăх хĕрсен ушкăнне куçса ларчĕ.

—Эс анчах уш… тупăннă сарпике! — терĕ Маруç вĕтслтетсе.— Ĕлĕк хăй Салампие чăтма пултараймастчĕ, Валери пирки кÿлешетчĕ, халĕ Салампи майлă пулма тăрăшать.

—Ахаль çавнашкал шăрчăк вăл, пурне те тарăхса çÿрет,— пăшăлтатса илчĕ Таруç. Пĕччен чухне вăл Лена пирки кун пек каламĕччĕ-и, тен, халĕ тусĕн кăмăлĕшĕнех каларĕ.

—Тарăхтăр-иç, пирĕншĕн пулсан мĕн? Ик айкки те тăвайкки,— терĕ Маруç, хăй çав хушăрах Вихтăр еннелле шиклĕн пăхса илчĕ. Юрать, лешĕ илтеймерĕ: вăл хăйĕн тусĕпе шахмăтла выляма пуçларĕ, халь ĕнтĕ унран пĕр сăмах та илтеймĕн. Павăлĕ те хĕрсен сăмахне хăлхана чикмест, пĕрмай хăй калаçать.

Клуба халăх пухăнса çитнĕ тĕлелле Салампипе Саланов килсе кĕчĕç. Лена вĕсене алăк умĕнче ăнсăртран хирĕç пулчĕ те, йăлкăшса кулса, алă пачĕ.

—Салам, Михайлова! — терĕ ăна Саланов, хушаматран чĕнсе.— Кĕтсе те ывăнтăр пулĕ мана? Салампипе нумайрах лартăмăр: калаçса сăмах вĕçне тухаймарăмăр.

Вăтам пÿллĕ, сарлака хул-çурăмлă каччă шап-шурă тикĕс шăлĕсене кăтартса кулчĕ, хуп-хура куçĕсем йăлкăшса илчĕç, тĕксĕм, кĕре ÿтлĕ сăнĕ кăмăллăн çуталчĕ.

Саланов Ленăпа нумай та калаçмарĕ, ăна çамрăксем с ырса илчĕç, Шамбулкин унпа шавласа калаçма, шÿтлеме тытăнчĕ.

Часах лекци пуçланчĕ.

Семен Саланов пирĕн çĕршывра мичуринла наукă çĕнтерни çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ. Сăмах майĕн вăл хăй ĕçĕнчи çĕнĕ меслетсем çинчен, кашни колхозăнах пысăк сад пулмалли çинчен каларĕ.

Калаçнăçемĕн вăл йĕпхĕм хура çÿçне шăла-шăла илет, хут çине пăхмасăр, такăнса тăмасăр, лăпкă сасăпа калать, хушăран, тем аса илнĕ чух, “значăт”, тесе хурать.

Лена Саланова тимлесе итленĕ хушăрах Салампие те сăнарĕ.

Салампи çÿхе хура пальтопа, чечеклĕ хĕрлĕ тутăрпа: вăрăм çÿçеллĕ тутăр вĕçĕсене кăкăрĕ çинелле усса янă; аллисене чĕр çине хунă та пĕр хускалмасăр лектора куçран пăхса ларать, хыçалти ретрен хăй ятне пăшăлтатса каланине илтсен, куç харшийĕсене пĕрсе илет, анчах каялла çаврăнса пăхмасть: хăй çинчен калаçнине лайăх сисет вăл.

Колхозниксем Саланова ыйтусем пама пикенсен, пуринчен ытла Шамбулкинпа Лена ашшĕ нумай ыйтса пĕлме тăрăшрĕç.

Унтан парторганизаци секретарĕ Борисов çынсене çак кунсенче колхозра “сад эрни” ирттересси çинчен каларĕ.

Заняти пĕтнĕ хыççăн Саланов Ленăпа Салампи патне пычĕ. Вăл нумай та калаçса тăмарĕ, киле çитме васкатăп тесе, хăвăрт тухса кайрĕ. Ваттисем тухса кайсан, клубра çамрăксем кăна юлчĕç. Вихтăр таçтан купăс туртса кăларчĕ, никам çине пăхмасăр, ташă çемми туртса ячĕ. Çамрăксем малтанах хускалмарĕç, шарламарĕç.

—Ваттисене асăнса, хамăн пуçласа парас пуль, ман ура çăмăл пулаканччĕ,— терĕ те Павăл ташă картине шуçса-юхса тухрĕ. Ахаль чухне шавлама юратаканскер, ташăра вăл нихçан та тăпăртатса шав тумасть, вăл ташламасть, мамăк тÿшек çийĕн утать, тейĕн; салтак аттисем кĕмсĕртетмеççĕ, вăрăм шинель арки варкăшать… Çăмăллăн, вĕçнĕ пек ташлать Павăл, анчах темшĕн, çиле хирĕç пыракан çын евĕр, хăяккăн ташлать, аллисене хĕрарăмла саркалать.

Вăл ташласа пĕтерчĕ те хĕрсене йĕркипе ташлатма пуçларĕ. Черет Маруç тĕлне çитсен, лешĕ хĕрсем хушшине пытанма тăчĕ, Павăл ăна вăйпах сĕтĕрме тытăнчĕ. Маруçа сĕтĕрсе кăларма пайтах çăкăр çиес пулать,— ик-виçĕ каччă аран-аран туртса кăларчĕç ăна. Маруç яланах çапла турткаланса тăма юратать, пĕр ташлама тытăнсан вара — чарса та чарăнмасть. Вăл ик-виçĕ хут хĕрсем хушшине тарса кĕме хăтланчĕ, ăна пур пĕрех ташă картине туртса кăларчеç, пурте алă çупма, шавлама пуçларĕç.

—Ташла тата! Мĕн, ларма хĕр пек, турткаланса тăратăн?—терĕ чĕмсĕр Вихтăр, купăсне малтанхинчен те хытăрах тăсса.

—Эп ку çемĕпе ташлама пĕлмесп, чăваш кĕвви кала! — терĕ Маруç, савнийĕ еннелле ÿпкевлĕн пăхса.

Вихтăр тарăхса кайрĕ: мĕн пурĕ те икĕ çемĕ çеç калама пултарать вăл — çул çемми те вырăсла ташă çемми,— çавăнпа халĕ, ним чĕнмесĕр, купăсне сак çине лартрĕ. “Ташла пĕлмене яланах кĕвĕ килĕшмест”,— терĕ мăкăртатса.

Павăл çавăнтах Кольăна ченсе илчĕ те купăс тыттарчĕ, лешĕ, именчĕклĕн кулкаласа, купăса çăмăллăн тăсса ячĕ.

Маруç, йывăр лав пек, хуллен хускалчĕ, унтан хĕрсехĕрсе пычĕ, тем тĕрлĕ çаврăнма пуçларĕ. Ăçтан вăйĕ тухать-ши — çур сехет чухлĕ ташларĕ пуль, çаплах чарăнма шутламасть-ха, хай, çимес текен çичĕ кукăль çинĕ пек… Купăсçă паçăрах хашкакан пулчĕ ĕнтĕ, аран-аран турткалашса калать, çамрăксем те вăрттăн кулма, шÿтлеме пуçларĕç, Вихтăр та тарăхма тытăнчĕ — Маруç çаплах авăн çапнă пек илтерет, кулмасăр, хавасланмасăр, пĕр-пĕр пысăк ĕç тунă пек тăрăшса, никам çине пăхмасăр ташлать,— урай хамисем авăнаççĕ кăна. Çамрăксем алă çупса ярсан тин, вăл ташласа тăранмасăрах чарăнчĕ.

“Эс анчах уш…” — шухăшларĕ Маруç, кулкаласа алă çупакан Лена çине кăмăлсăр пăхса.

Черет йĕркипе Лена та ташлама тухрĕ. Вăл ĕçри пекех тирпейлĕ, арçын пек çирĕп ташлать, боти кĕлипе “саккăрла çаптарать”. Ташша вĕçлес чух вăл сасартăк пăлханса кайрĕ: ун хыççăн черетпе Салампие кăлармалла. “Ташлĕ-ши вăл, ташламĕ-ши? Мĕншĕн юлнă-ши вăл пĕрех хут ташлама! Юрать-и халь ăна çамрăксемпе пĕрле савăнма-кулма?” — шухăшласа илчĕ хĕр, анчах ку сăлтавсăр иккĕленÿ самантлăха кăна пычĕ — Лена Салампи умне пырса ура тапрĕ.

Шавлакан çамрăксем шăпланчĕç, никам та хальхинче алă çупмарĕ, кулмарĕ. Коля купăсне тăрăшарах, хитререх калама тытăнчĕ. Лена çакна тÿрех сисрĕ те çамрăк купăсçă çине тинкерсе пăхрĕ. Лешĕ, Салампи ташă карти варрине тухсан, пĕрлĕхен пек хĕрелсе кайрĕ, питĕнчи чĕкеç шатрисем палăрми пулчĕç, куçĕсем çăлтăр пек йăлкăшма пуçларĕç. “Мĕнле юратать вăл Салампие, мăнтарăн!”—ирĕксĕрех шухăшларĕ Лена. Ĕлĕкрех Салампи ташланă чухне кĕвĕçетчĕ вăл, анчах кĕçĕр темшĕн именсе, Салампишĕн вăтанса ларчĕ. Лена çамрăксем çине пăхса илчĕ — пурте шăпах, тĕлĕннĕ пекрех тăраççĕ, Маруç кăна Таруçа:

— Ай, кур-ха, Коля Салампие çисе ярас пекех пăхса ларать,— терĕ пăшăлтатса.

Çак самантра Дена вăтанса, тарăхса кайрĕ, ăна такам таса мар шывпа сапнăн туйăнчĕ: Салампи ташласа пĕтерчĕ те Таруç умне пырса тапрĕ, лешĕ, унран хăранă пек пулса, Маруç хыçне пытанчĕ, Маруçĕ тăчĕ те, хăйĕн тусне çавăтса, алăк патнелле уттарчĕ. Никам та вĕсене тытса чарма ас тумарĕ.

Салампи пĕчченех ташă карти варринче пĕр самант тĕлĕнсе хытса тăчĕ. Тен, çак самантра вăл çĕр тĕпне анса кайма та хатĕрччĕ пулĕ. Акă вăл сылтăм куç харшине хуллен сăтăрса илчĕ те ташă картинчен тухрĕ.

Ташă картине каллех Павăл тухрĕ, вăл юриех кулăшла ташлама тытăнчĕ, анчах Лена ун çине çаврăнса та пăхмарĕ.

Салампи кăштах ларчĕ те, çамрăксем Шамбулкинăн путишле ташшинчен кулма пуçласан, çын сисиччен тăрса, алăк патнелле утрĕ, ăна Ленăпа Коля çеç асăрхарĕç.

Салампи тухса кайнă чух Коля купăс калама чарăнчĕ.

—Мĕн эсĕ?—терĕ ăна Павăл.— Мĕн, походри салтак пек, на ходу çывăратăн?.. Ывăнтăн пулсан, пар Вихтăра — ваттисене асăнса калатăр пĕрре!..

Вихтăр, тунсăхласа ларнăскер, хăй пĕлнĕ пĕртен пĕр ташă çеммине хаваслă туртса ячĕ, вара пĕрмай пĕр тÿмесем çинех икĕ пÿрнипе пускаласа, çемме ним улăштарми, йăлăхтармалла пĕр пек калама пуçларĕ…

Лена ташă-юрă пĕтессе кĕтмесĕрех киле таврăнчĕ; унăн урăх çи-пуç тăхăнмалла та часрах пăрусем патне каймалла. Çур çĕр иртнĕ пулин те, килтисем çывăрма выртман-мĕн, ашшĕ Саланов лекцине мухтаса ларать. Унăн йăли çапла: пухусенче кам мĕн калаçнине киле килсен йăлтах арăмне каласа кăтартать. Хĕрĕ салхуллă килсе кĕнине асăрхамарĕ вăл, амăшĕ кăна сисрĕ, анчах ним те шарламарĕ… Ыран та ыйтса пĕлĕ-ха! Ара, хĕр-упраç хуйхи-суйхине амăшĕн пĕлмеллех, унсăрăн мĕнле пултăр…

Тепĕр кунне “Сад эрни” питĕ лайăх пуçланчĕ. Колхозниксемпе пĕрле шкул ачисем те ĕне ферминчен инçех мар, колхоз садĕнче, тăрăшса ĕçлерĕç — çĕнĕрен улмуççисем лартрĕç.

Салампи никам хушмасăрах сад лартма тухрĕ.

Юратса тунă ĕç кирек кама та уçăлтарать, хаваслантарать. Салампие те çак кун малтанхинчен хаваслăрах пек туйăнчĕ. Лена пăрусем патĕнчен кăшт уйрăлмассерен унпа пĕрле пулма тăрăшрĕ. Иккĕшĕ пĕр-пĕрне хăнăхса çитрĕç, нихçанхинчен лайăхрах килĕштерекен пулчĕç. Каçхине, садран таврăннă чух, Салампи Ленăна хăйсем патне пырса ларма чĕнчĕ. Çул юппинче уйрăлас умĕн вăл хăйĕн ытарайми куллипе йăлкăшса кулса каларĕ:

—Лайăх çынсем пирĕн, Лена, ырă ял-йыш! Пур çын та пĕр пек теместĕп, çапах та вĕренсе тухсан хамăр яла ĕçлеме килĕттĕм.

Лена нимех те калаймарĕ, Салампи ял-йышпа кăмăллă пулни ăна хăйне те савăнтарчĕ. Каçхине вăл фермăри ĕçсене васкаса тирпейлерĕ, Таруçа хăй вырăнне ыйтса хăварчĕ: “Эпĕ, тен, часах килейместĕп”,— тесе, килне тухса чупрĕ. Килĕнче вăл хăпăл-хапăл апатланчĕ, тумланчĕ те Салампи патне кайрĕ.

—Ял çинче ытла çĕрлене ан юл, тем курас-илтес пур сирĕнпе. Çылăх вăл çири кĕперен те çывăх,— тесе юлчĕ амăшĕ.

Ашшĕ чĕнмерĕ, тухса каякан хĕрĕ çине куçлăх урлă пăхса илчĕ те каллех хаçат вулама пикенче.

Лена пыриччен Салампи пĕчĕк Валерике шыва кĕртрĕ те çывăрма вырттарчĕ, хăй пуç çума тытăнчĕ.

Амăшĕ паян кăшт вăй илнĕ пек пулчĕ, халĕ кăмака çумĕнче харлаттарса çывăрать.

Салампи пуç çуса пĕтерчĕ, пÿрте тирпейлерĕ, вара çÿç уçма тĕкĕр умне ларчĕ, алăка шаккани илтĕнсен, пысăк тутăр пĕркенсе, çенĕке чупса тухрĕ.

—Ой, Лена! Килместĕн пуль тесе хăраттăм… Ан ятла, кĕр. Хывăн, ак çакăнта çак пальтона, кÿр çакса ярам…

Пальто çакма кармашнă чух тутăрĕ сĕвĕнсе ÿкрĕ те, йĕпе çÿçĕ йăрăс пĕвĕ тăрăх хумлăн-хумлăн саланса кайрĕ, кĕлеткине хупласа хучĕ.

“Мĕнле хитре!” — ирĕксĕрех шухăшларĕ Лена. Ĕлĕкрех вăл çак илеме курса кĕвĕçетчĕ, халĕ ак хĕпĕртет. Анчах ун савăнăçне ĕненĕ-ши Салампи? Акă вăл вăрăм çырă çÿçне тураса уçрĕ те çивĕтлеме тытăнчĕ.

—Икĕ çивĕт туса пуç тавра çых-ха, Салампи, питĕ килĕшет сана,— терĕ Лена йăлăннă пекех.

—Килĕшнине мĕн калăн ĕнтĕ,— ирĕксĕртереххĕн йăлкăшса кулчĕ Салампи, хăй çапах та икĕ çивĕт тума пуçларĕ.— Кĕнекесем пăхса лар-ха унччен эсĕ, Лена, эпĕ часах…

—Санăн кĕнеке нумай,— терĕ те Лена пĕр кĕнекине уçрĕ.— Семен Саланов алă пуснă-çке кунта!

—Эпир унпа пĕрле вĕрентĕмĕр-çке. Эпĕ унăн чылай кĕнекисемпе усă куратăп.

Кĕнеке хушшинчен сасартăк сăн ÿкерчĕк тухса ÿкрĕ, Салампи ăна вăрттăнрах çĕре пуçтарса хума ас туман пулас.

—Ку мĕнле каччă, питĕ салхуллă сăнлăскер? Ах, çÿçĕ мĕнле вăрăм, поэтсенни пекех. Кулмасăр пăхса ларать, такам çине тарăхнă пек… Эпĕ çакнашкал сăнлă каччăсене юрататăп. Кам вăл?—терĕ Лена, лăпкăнрах калаçма тăрăшса. “Ача ашше, тен, çакă мар-ши?” — шухăшларе хăй çавăнтах.

—Анатолий Алмазов вăл, çамрăк композитор. Хусанти консерваторире вĕренет. Журналта унăн пĕр юррине пичетленĕччĕ, курман-и эсĕ?

“Апла çаках мар-ши?” — шухăшларĕ каллех Лена.

—Мĕнле майпа паллашма пултартăн унпа?

Салампи, пĕр самант Лена куçĕнчен пăхса, чĕнмесĕр

тăчĕ, унтан васкамасăр каларĕ:

—Валерий тусĕ вăл. Маньчжурире иккĕшĕ пĕрле çапăçнă… Эсĕ пĕлме кирлĕ: Валерий ун çинчен çырса пĕлтерместчĕ-им?

“Валерий Маньчжурирен ман пата çырман, сан пата çырма пуçланă”,— тесшĕнччĕ Лена, анчах калаймарĕ. Халь тин мĕншĕн тапратас ĕнтĕ ăна, пĕр лăпланнă сурана ма ыраттарас?..

Халиччен ялта Ленăна питĕ хăюллă, харсăр хĕр тесе шутлатчĕç, халĕ акă вăл хăйĕн телейне туртса илме пултарнă хĕр умĕнче. те сăмах чĕнеймест, тÿрĕ сăмаха та калама хăяймасть. Хăравçăлăх-и ку е икĕ питленни-и? Çук, вăл та, ку та мар, Салампие хур тăвас килмест унăн, сÿннĕ вута тепĕр хут чĕртес килмест. Валерий сывах таврăннă пулсан, тен, Лена çак пÿрте ура ярса пусас та çукчĕ пуль, акă халĕ ăна çакăнта килмесен урăх ниçта кайма çук пек, Салампирен лайăхрах тус тупаяс çук пек туйăнать. Çапах иккĕшин хушшинче тата тепĕр чăрмав пур. Лена ăна пĕлесшĕн мар тăрăшать, манма шутлать, анчах лешĕ канăç памасть. Акă çав канăçсăрлăх сăлтавĕ каллех чĕрене пăчăртать…

Пĕчĕк Валерик йынăшса вăранчĕ те çийĕнчи утиялне сирсе пăрахрĕ. Салампи ăна пуçĕнчен лăпкаса каллех çывăратса ячĕ.

“Кам ун ашшĕ? Валерий-и? Маруçсем каланă тăрăх, вĕсем иккĕшĕ хĕрĕх пиллĕкмĕш çул станцăра тĕл пулнă, пĕрле çĕр каçнă, теççĕ… Анчах ачи Валерий сăнлă мар. Тен, лешĕ, композиторĕ?..”

Халь ĕнтĕ кÿлешме сăлтавĕ те çук темелле, анчах мĕншĕн Ленăн чунĕ ыратать? Вилнĕ савнине те кÿлешме пулать-им? Валерипе Ленăна никам та савнисем вырăнне хуман, ахаль лайăх юлташсем, кÿршĕсем, тетчĕç. Валерий хăй те çаплах шутлатчĕ пулас. Анчах Ленăн хĕр ĕмĕрĕ пĕр уншăн кăна иртмерĕ-и? Салампипе Валерий пĕрле çÿремен пулин те, пĕр-пĕрин патне ачаран çырусем çырман пулин те, вĕсене пурте мăшăр тетчĕç! Мĕншĕн? Аçта-ха сăлтавĕ?

—Ашшĕ мĕнлескер, студентах-и? — сасартăк, хăй те сисмесĕрех персе ячĕ Лена.

—Ашшĕ, Прохоров Андрей Иванович, анчах эп ăна пĕлместĕп, курман — терĕ Салампи, айăпа кĕнĕ çын пек, кулас килмесĕр кулса. Çавăнтах сылтăм куç харшине вăта пÿрнипе хуллен сăтăрса илчĕ.

Лена куçĕсем чарăлса кайрĕç, вăл хăй мĕн илтнине те ĕненесшĕн пулмарĕ. Мĕнле? Амăшĕн ача ашшĕ камне те пĕлмелле мар-и?

Ун умĕнче шап-шурă тумлă хĕр ларать. Унăн пысăк кăвак куçĕсем тÿп-тÿрĕ пăхаççĕ, этем шухăш-кăмăлне витĕр курса тăраççĕ тейĕн. Анчах мĕнле-ха вăл хăйĕн ачин ашшĕ камне те пĕлмест?

Салампи Лена шухăшне тÿрех сисрĕ, сисрĕ те хĕрелсе кайрĕ.

—Ан айăпла мана,— терĕ вăл сасартăк.— Эсĕ тĕрĕссине пĕлместĕн-ха. Ман çинчен япăх шутлатăн пулас эсĕ, Лена?.. Пĕччен кăна тĕрĕслĕхе пĕлсе тăрасси питĕ йывăр. Ан айăпла… Ман вырăнта пулнă пулсан, тен, эсĕ те…

Халĕ Лена хĕрелсе кайрĕ, унăн куçĕнче хаяр хĕлхем ялкăшса илчĕ. Лена-и? Вăл хăй ачин ашшĕ камне те пĕлмĕччĕ-и?

—Валерик — ют ача мар, сан тăван ывăлу, тенĕ хыпар сарчĕç Маруçсем. Каçар, Салампи, эпĕ ĕненместĕп ку элеке, анчах ху мана ун пирки калама шутламанран иккĕлене пуçларăм.

—Ăнланатăп сана, Лена. Маруçсем темле усал ят та кăларĕç. Элекĕн чĕлпĕрĕ çук — таçта та çитет, тытса чараймăн. Анчах ан ĕнен эсĕ вĕсене… Валерик пирки яла килнĕ каçах урамра кăшкăрса çÿресчĕ-им манăн? Пĕлетĕн эсĕ, Лена, ман кăмăла: хам çинчен калаçма юратмастăп эпĕ… Манăн хуйхă пур, вăл ман кăмăла питĕ хуçрĕ…

Лена халĕ хăй ытла тÿрĕ чĕлхеллĕ пулнăшăн, Салампие тÿрккес сăмахпа кÿрентернĕшĕн именчĕ.

—Каçар мана, Салампи,— терĕ çеç вăл, тусĕ умĕнче ?йăплăн пăхса.

—Каласан — нумай калас пулать,— терĕ Салампи, ывăннă пек вăраххăн.— Атя, шалти пÿлĕме кĕрсе ларар, кунта аннепе Валерике вăратăпăр…

Шалти пÿлĕме кĕрсе ларсан, иккĕшĕ те пĕр хушă чĕнмерĕç. Унтан Салампи хуллен кăна пуçларĕ:

—Юрату — анне мар, ама çури пулчĕ маншăн… Итле…

…Çур çĕр тахçанах иртнĕ ĕнтĕ, автансем иккĕмĕш хут авăтрĕç. Икĕ хĕр çаплах лараççĕ.

Салампи калать-калать те, тем аса илсе, шухăша каять, йывăррăн сывласа ярать, сылтăм куç харшине сăтăрса илет те каллех малалла калать.

Лена ним шарламасăр итлет, хушăран çеç куççулĕ витĕр йăлкăшса кулать е куçĕсене шур тутăрпа шăлкалать.

Салампи калать, хăй мĕн аса илнинчен нумайăшне калама ас тумасăр та ирттерçе ярать, анчах хăйĕн куçĕ умне пĕтĕм иртнĕ пурнăçĕ йĕрки-йĕркипе, тĕпĕ-йĕрĕпе тухса тăрать, тĕкĕр çинчи пек курăнать…

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Александр Артемьев: Салампи (1 пай)” çине 3 шухăш

  1. […] Пĕрремĕш пайĕ Хĕр ĕмĕрĕ хăналăх Сивĕннĕ саламсем Амăшĕн çĕр шухăш, хĕрĕн — пĕр шухăш Икĕ хĕр Иккĕмĕш пайĕ “Салампи — саламлă ят” Студентсем Кĕрхи шăнасем “Мама!” Виççĕмĕш пайĕ Ял-йыш Сывалман сурансем Йелтĕр йĕрĕ Çамрăклăх Тăваттăмĕш пайĕ Салтак амăшĕ Кил-йыш Алмазов таврăнни Автан çырми патĕнче […]

    Килĕштерес

  2. […] Пĕрремĕш пайĕ Хĕр ĕмĕрĕ хăналăх Сивĕннĕ саламсем Амăшĕн çĕр шухăш, хĕрĕн — пĕр шухăш Икĕ хĕр Иккĕмĕш пайĕ “Салампи — саламлă ят” Студентсем Кĕрхи шăнасем “Мама!” Виççĕмĕш пайĕ Ял-йыш Сывалман сурансем Йелтĕр йĕрĕ Çамрăклăх Тăваттăмĕш пайĕ Салтак амăшĕ Кил-йыш Алмазов таврăнни Автан çырми патĕнче […]

    Килĕштерес

  3. […] Пĕрремĕш пайĕ Хĕр ĕмĕрĕ хăналăх Сивĕннĕ саламсем Амăшĕн çĕр шухăш, хĕрĕн — пĕр шухăш Икĕ хĕр Иккĕмĕш пайĕ “Салампи — саламлă ят” Студентсем Кĕрхи шăнасем “Мама!” Виççĕмĕш пайĕ Ял-йыш Сывалман сурансем Йелтĕр йĕрĕ Çамрăклăх Тăваттăмĕш пайĕ Салтак амăшĕ Кил-йыш Алмазов таврăнни Автан çырми патĕнче […]

    Килĕштерес

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.