
Ангелина Павловская — проза çыравçă, педагог. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, районти комсомолецсен секретарĕ пулнă. Пĕрремĕш повеçĕ 1983-мĕш çулта пичетлесе кăларнă хыççăн халăх юратнă чылай хайлавĕ тухнă. Уйрăмах 21-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕн чи нумай вуланакан чăвашла хайлавĕсен авторĕ… Тĕплĕнрех→
Саланнă кĕлте
(Повĕç) 18+
Кранк! кранк! вĕçет тупере икĕ пысăк çăхан. Урисене тăснă, çуначĕсене сарнă, ку таврари тÿпе патшисем пек никамран хăрамасăр явăнаççĕ ял çумĕнчи пысăках мар вĕтлĕх çийĕн. Вĕçнĕçемĕн хăйсем вичкĕн куçĕсемпе ял пуçĕнче тин çеç чарăннă автомашина çинелле тинкереççĕ. Темшĕн çав териех кăсăклантарать вăл кайăксене. Акă автомашинăран тĕксĕм кăвак тум тăхăннă виçĕ милиционер пĕрин хыççăн тепри васкамасăр тухрĕ. Вырăсла калаçаççĕ. Иккĕшĕ машина умне пычĕç, капотне уçса чакаланма тытăнчĕç. Тепри, ыт ахальтен тенĕ пек, тавралăха пăхкаласа çаврăнчĕ.
Йĕри-таврана хура сăн çапнă кĕрхи çанталăк. Çывăхрах пысăк мар ял, шăпланнă вĕтлĕх. Сылтăмра — ĕне ферми: шурă кирпĕчрен купаланă тăватă вите, ĕне сăвакансен общежитийĕ, силос башни…
Çак ферма еннелле çул тытнăччĕ пулас çăхансем: кунта сайра хутра ĕне-выльăх пусса тирпейлеççĕ. Çавна май таврана какайпа юн шăрши сарăлать. Авă еплерех хăюллăн кранклатаççĕ юн шăршине ăша хывнă çăткăнсем! Çывăхрах хуп-хура кураксен пысăк ушкăнĕ ыран-паян инçе çула тухма канаш туса кĕшĕлтетет. Унта-кунта чавкасемпе ула кураксем пĕччен-иккĕн вĕçе-вĕçе иртеççĕ. Çул хĕрринче кăвакарчăнсем çĕр çумне лăпчăннă, курăк вăрри сăхаççĕ. Ялта темиçе пÿртрен çăра тĕтĕм йăсăрланса тухать.

Таврана сăнаса тăракан арçын машина тавра утса çаврăнчĕ те тимĕр алăка шалтăртаттарса уçма пикенчĕ.
— Чылай тăма тивет, эсир те тухса кĕрĕр, — мăкăртатрĕ вăл.
Шалтан хура сăран пальтопа вăрăм кунчаллă атă тăхăннă çинçе те йăрăс кĕлеткеллĕ çап-çамрăк хĕр тухрĕ. Аллисене çурăм хыçне çавăрса тытнă, хулпуççийĕ çинче сарă кăтра çÿçĕ ункăн-ункăн явăнать. Сăнĕ таса, çутă.
Çĕр çине анса тăчĕ хĕр, анса тăчĕ те хăй куçне хăй ĕненмесĕр тайăлса кайрĕ. Ара, вĕсен машини Венерăн тăван ялĕ — Çăкалăх — пуçне çитсе чарăннă иккен.
Пĕрремĕш сивĕпе шаннă чечек пек лĕнчĕрех усăнчĕ хĕр кĕлетки. Çак ялта ÿссе çитĕннĕ-çке вăл. Урамĕсенче камăн пÿрчĕ хăш тĕлерех ларнине те куç хупса калаять. Тăван киле шыраса инçе тĕллемелли çук: уй хĕрринчен пĕрремĕшех — вун икĕ чÿречеллĕ кирпĕч çурт. Анчах паян темшĕн-çке тăван кĕтес çĕр çумнех лăпчăннăн курăнчĕ ăна. Кĕр сăнĕ çапнă темерĕн, тĕксĕмленнĕ ял. Сайра хутра хăлхана йытă вĕрни пыра-пыра кĕрет. Пурте хăй вырăнĕнчех: автанĕ те авăтать, ĕни-пăрушши те мĕкĕркелесе илет, анчах Венерăшăн мар, пĕр япали те Венерăшăн мар паянтан. Тăван кил алăкĕ те уçăлас çук ун умĕнче, ашшĕпе амăшĕ те килех, хĕрĕм, теес çук.
Вĕсен мăрйинчен тĕтĕм кăшт йăсăрланать. Вут хутнă пулас. Тăван кил тĕтĕмĕ пылак текенччĕ, ку йÿçĕ пулчĕ, куçа кĕрсе йÿçĕтрĕ. Пат та пат тумларĕ куççуль. Амăшĕ Венера ача чухне апат-çимĕç пĕçерме тытăнсан: «Ырă сунса килекен вĕри апат тĕлне пултăр, усал сунса килекен хапха умĕнчен пăрăнса уттăр», — тетчĕ. Ак ĕнтĕ Елянăн пĕртен-пĕр хĕрĕ хапха умĕнчех тăрать темелле. Анчах та тăван килне пырса кĕме ниепле те май çук паян унăн. Пĕрре мар виçнĕ вăл: автобус чарăнакан тĕлтен хапхи умне çитме шăп та лăп ик çĕр утмăл утăм. Ку çулпа Венера çур çул каялла Май уявне виçĕ кунлăха таврăнсан юлашки хут утнăччĕ. Халĕ хумханнипе чĕри те йĕппе чикнĕ пек сăрлатать. Тинкерет вăл шывланнă куçĕсемпе ял еннелле, тĕмсĕлсе тинкерет. Акă уй хапхи çумĕнче ларакан виçĕ хурăна курчĕ. Çаралнă йывăçсем, çапах тураттисемпе хăлаçланса çуралнă кĕтес еннелле кăчăк туртса чĕннĕн туйăнаççĕ.
Теме аса илсе сăрлатрĕ Венера çан-çурăмĕ. Кăмăлĕ пушшех те хуçăлчĕ: «Килте кам пур-ши? Куç хÿрипе те пулин курасчĕ атте-аннене, тухасчĕ пĕри те пулин». Венера куçĕ хуллен хăйсен пÿрчĕ, хапхи çийĕн шуса-шуса пычĕ, сад пахчи çинче чарăнчĕ. Вăл та илĕртмест, чĕнмест. Çук, çитеймĕ паян Венера ашшĕ килне, утса тухаймĕ ик çĕр утмăл утăма. Ăçтан хуçăлмасăр чăттăр кăмăл? Ара, кĕрекене ларса чуна уçса калаçма çитсе тăман-çке вăл паян тăван ял пуçне. Сÿтĕлет, сÿтĕлет
кĕмĕл çип çăмхи, чарăнми йăрăлтатать пит тăрăх куççуль, çунтара-çунтара илет, пĕтĕм пите хĕретсе хăмпăлантарать. Сасартăк… Венера хăй куçне хăй ĕненмерĕ.
Ак хăйсен хапхинчен амăшĕ, Елян, тухрĕ. Тупата, хапха чĕриклетсе уçăлнинех илтрĕ Венера. Амăшĕн чунĕ сисет теççĕ. Сиссех тухрĕ-ши Елян хапхаран? Е кăнтăрлахи апатран ĕçе кайма вăхăчĕ çитрĕ-ши, е çул хĕрринче машина чарăннине курчĕ-ши — уй хапхинчен тухрĕ те машина еннелле утать. Хăвăрт утать. Чан çапма пуçларĕ хĕр ача чĕринче. Пуçне тимĕр ункă кăшăлларĕ. Шанках хытса ларчĕç урисем, вырăнтан тапранмалла мар хытрĕç. Куçĕ хуралса килчĕ Венерăн, хăй патне çывхаракан хĕрарăм кĕлетки куçри тĕтре витĕр пысăкланса-пысăкланса пырать. Ураран хывакан капрон чăлха та аплах йăрлатса юхса анмасть пуль, ури лĕнчĕр пулнипе шăн çĕр çине лапах анса ларчĕ хĕр.
Елян машина умне темиçе утăм кăна çитейменччĕ, хăй умĕнче милиционерсем тăнине курчĕ те варт çеç çаврăнчĕ каялла. Пырти çăмахне çăтса ярайман хĕр чĕнес теменччĕ малтанласа, чăтайманнипе чĕри çурăлса каясран хăрарĕ-ши, уй тăрăх анне-е-е! тени таçта çитиех янăраса кайрĕ. Сăмсине нăшлаттарса ĕсĕклерĕ Венера, тăварлă куççульне çăтса ĕлкĕрейми макăрчĕ. Вартах çаврăнчĕ Елян сасă еннелле. Çаврăнасса çаврăнчĕ, анчах вырăнтан тапранса хĕрĕ еннелле утăм та ярса пусаймарĕ мăнтарăн. Такам туххăм сăнчăрларĕ урисене, çĕр çумнех çапса лартрĕ. Курчĕ вăл хĕрне, чиперех палларĕ. Çав самантра Венера пĕр шухăшласа тăмасăр амăшĕ еннелле вирхĕнчĕ, мăйĕнчен уртăнчĕ, çатăрласа тытрĕ. Çапах та сăмах чĕнме ĕлкĕреймерĕç пĕрне-пĕри. Вĕсене патвар арçынсем самантрах уйăрчĕç, хĕре машинăна кĕртсе лартрĕç, питĕрсе илчĕç; амăшне хулран çавăтса ял еннелле уттарчĕç.
— Юрамасть, мамаша, юрамасть, — вăрçса мар, лăпкăн çеç ăнлантарчĕç хĕрлĕ пакунлисем вырăнтан тапранаймиех пулнă хĕрарăма.
— Пулчĕ, кайрăмăр, — васкарĕ тинех шоферĕ те.
Çул хĕрринче пĕччен юпа майлă хытса тăрса юлчĕ
юр тĕслĕ шуралнă Елян. Тем таран тăрĕччĕ шеремет, тÿпере татах çăхансем кранклатни илтĕнчĕ. Вĕсем хĕрарăм пуçĕ çийĕн тепĕр ярăм çаврăнса чĕрене çурасла кăранклатрĕç те вăрман еннелле ласлатрĕç. Кайăксемшĕн пулсан машинăра кам ларни те, мĕн ĕçпе çула тухни те кирлĕ мар. Ăçта каяççĕ, мĕнле нуша хăваласа кăларнă çынсене килĕсенчен çак кĕрхи тĕксĕм кун — пурпĕрех мар-и çăхасене?
Машина куçран çухаличчен пăхса тăчĕ Елян çул хĕрринче, анчах хуйхăпа та куççульпе тулнă куçĕсем таврара мĕн пурри-çуккине нимĕн те курмарĕç. Вĕлт те вĕлт ирте-ирте каяççĕ тĕрлĕ тĕслĕ машинăсем, пĕччен хĕрарăма перĕнеслех вĕçтерсе иртеççĕ. Аран-аран çитрĕ вăл çурчĕ умне, кил картине кĕчĕ, крыльца картлашки çине ларчĕ. «Пĕтрĕн, Венера, пĕтрĕн», — ĕсĕклерĕ Елян. — Сана пула хĕрĕхрех ватăлтăм, авăнтăм. Хуçрăн, Венера, шатăрах хуçрăн мана, вăй-хала пĕтертĕн. Пĕрех хут мĕншĕн паян тĕл пултăмăр-ши? Вун тăватă çула лекрĕн! Иртет-çке ĕмĕрÿ! Патшалăх яшкине çиме ÿстерес теменччĕ-çке сана! Халь ĕнтĕ кама айăплас, çул кукрине ăçта шырас? Хăймапа çу çинче ишсе, утьăкка сиксе ÿснĕ Венера теççĕ. Тĕрĕс, çиес тенине çинĕ, тăхăнас килнине тăхăннă. Çынна ашшĕ-амăшĕ чăн-чăн этем тăваймарĕ пулсан тĕрме юсайрать-и? Пĕтрĕ пурнăç, тĕппипех пĕтрĕ. Ăслă тетчĕç Венерăна, шкулта лайăх вĕренетчĕ. Класран класа мухтав грамоти илсе пычĕ. Çивĕччĕ. Хăçан киле таврăнса çын пек пурăнас ĕнтĕ сан? Вун тăватă çул ытла нумай-çке», — нăш та нăш туртрĕ сăмсине Елян. Çăварĕ типнипе ура çине тăчĕ, пÿртелле лĕкĕштетрĕ, чейникрен сивĕннĕ чей ярса ĕçрĕ.
Унччен те пулмарĕ тăнлавра хыттăн тÿнклеттерни янăраса кайрĕ. Диван çине пырса ларма ĕлкĕрчĕ хĕрарăм, куçне хупрĕ. Çамки çине сивĕ тар тапса тухрĕ, пăтăр-пăтăр шăрçаланчĕ.
«Юн пусăмĕ», — тавçăрса илчĕ Елян, унтан лăпланса куçне хупса выртрĕ. — Венерăна хупнăранпа виççĕмĕш хут килсе çапрĕ, — вĕçрĕ шухăш. — Суд вĕçленнĕ кун ик çĕр урлă каçнă терĕç, темле вилеймерĕм. Эй-яй-яй! Пурнăç урапи пĕр тикĕссĕн шăкăртатса пырать теттĕм, мĕн пулчĕ-ха капла?»
Аран-аран тăркаларĕ, медпункта телефонпа хăй сасартăк чирлесе ÿкни çинчен пĕлтерчĕ, медсестрана киле килсе укол тума ыйтрĕ. Унтан кĕрĕк пĕркенчĕ те кăтăш пуласчĕ тесе диван çине тĕршĕнсе выртрĕ.
Кĕр кунĕ кĕске, пÿлĕме каç сăнĕ çапрĕ. Çывăрса каяс патнех çитнĕччĕ Елян, хапха умĕнчи шăв-шав хупăннă куçне уçтарчĕ. Пуç çаплах шавлать, анкă-минкĕ.
«Иртерех çитрĕ-çке паян, — шухăшласа илчĕ вăл упăшки çинчен. — Çăкалăх урамĕсем çырма-çатраллă, пĕр юр ÿксен ял шăплăхне хускатакансем те çук. Яккусем çитрĕç пуль-ха кĕрлеттерсе. Ак пысăк хапхана уçрĕç пулас, хăлтăртатрĕ. Машинине те кил картинех кĕртрĕç тем…»
Хайхи кантăкран пырса пăхасшăнччĕ, анчах пуçне те çĕклеймерĕ, алăк яри уçăлчĕ те пÿрте ĕçтăвком шоферĕ вил ÿсĕр Яков Васильевича йăтса кĕчĕ. Ăна тÿрех койка çине вырттарчĕ.
«Ах, турă», — уçăлса кайнă çăварне те хупса ĕлкĕреймерĕ Елян.
— Пулчĕ-ха паян, ан ятлăр ĕнтĕ, — хуçи ÿсĕр пулнăшăн хăй айăплă пек аванмарланчĕ шофер.
— Коля, ме-ха, хыв, — мăкăртатрĕ арçын аттине тĕллесе. — Ан кулян, ку кварталта виçĕ пÿлĕмлине илетĕн. Тăватпăр. Çамрăк мăшăра ÿпле кирлĕ, пĕлетĕп. Чим, а-а, пуллине нÿхрепе… хăвах ан… питĕрмен, — пăт-пат перкелерĕ хуçа темиçе сăмах.
— Çас, — вăр-варах тухса кайма хатĕрленнĕччĕ Коля, анчах Елян ăна тытса чарчĕ: «Ан чăрман, хамах…» — текелерĕ ним тума аптранă шофера.
Яков Васильевич темиçе сăмах перкелешрĕ, тем мăкăртатрĕ.
Ара, ĕçкĕ вăл вăрттăн шухăша кăпăк пекех çиеле кăларать-çке! Шофера хваттер илсе парасси çинчен пакăлтатрĕ ÿсĕр чĕлхе.
Нумай лармарĕ Коля. Яков Васильевича та ыйхă пусса çитерчĕ пулас, харлаттарма тытăнчĕ. Йăл-ял кулă çиçрĕ
шофер пичĕ çинче: «Шуткă-и, виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер тет. Пĕр пÿлĕмли те пит çитĕччĕ-ха хальлĕхе, ача-пăча çук чух».
Сисет Коля пуçлăх хăйне килĕштернине. Ăста шофер пулнăшăн çеç мар, шăлне çыртма пĕлнĕшĕн те юратать ăна лешĕ. Кольăшăн пулсан Якку ăçта кайни, мĕн ĕçпе çÿрени пĕртте кирлĕ мар. Алли те, чĕлхи те яка шоферăн. Ахальтен-и мĕн ачаран йыт пулли теççĕ ăна ялта. Шÿтлет Коля, ухута калаçать çынпа, анчах те чĕререн калать, те пакăлтатса чунри тĕрĕс шухăшне пытарать — пур чухне те Яков Васильевич хăй те пĕлсех пĕтереймест.
Çăмăл пурнăçпа пурăнать ĕçтăвком шоферĕ. Яккусемпе юнашар пурнакан Елькка йытти пекех, палламан çынна курсан тăрса вĕренçи тăвать, унтан вара хÿрипе пăлтăртаттарма тытăнать. Пĕр шухăшсăр пурăнать Коля, нумай чух янтă эрех сыпкалать, тутлă апат çиет. Вун улттăрах руль çавăрма пуçланă та (ашшĕне урасăр тесе «Запорожец» панăччĕ), унтанпа машинăран хăпман вăл, çарта та шофер пулнă. Хĕсметрен таврăнсан çур çул ытларах комсомол райкомĕнче ĕçленĕ, унтан ĕçтăвком газикĕ çине куçса ларнă. Çил-тăман ахăрать-и, йĕпе-сапа пĕрĕхет-и, — çак икĕ çулта ĕçтăвком çыннисем лачакана кĕрсе ларса курман. «Вăт шофер тăк шофер, пĕлет ĕçне, маттур», — мухтать ăна час-часах хуçа.
Çăкалăхран вирхĕнсе тухрĕ те тÿрех хăйсен ялĕ еннелле ĕрĕхтерчĕ Коля. Ÿсĕр хуçашăн пулсан çавах мар-и ĕçтăвком машини хăш еннелле çул тытни…
2
Тапаланать Якку, турткаланать, хĕрарăм ытамĕнчен вĕçерĕнесшĕн тапăлтатать. Тĕртсе яма тăрать — аллисем итлемеççĕ. Çирĕп ярса илнĕ ăна хĕрарăм, çăвартан çăвара сывлать, пăчăртать те пăчăртать мăйран:
— Пуçлăхсен картине кĕрсе лартăн та паллами пултăн-и? Ырă ят илтесшĕн çунатăн, ĕнтĕ ачаллă пултăм та, эпĕ кирлĕ мар-и? Юрататăп теттĕн, мансăр пурăнаймастăп тесе йăлăнаттăн, намăссăр. Халь мĕнле куçпа пăхатăн? Ачу санăн мар-им, пырса та курмастăн. Юрат мана, ытала хытăрах. Ман çÿçрен çĕнĕ пыл шăрши
кĕрет, шăршласа савăн, хĕпĕрте. Çитес суйлавра эп сана райĕçтăвком председательне мар, патшана лартатăп. Манран сивĕнсен «Сельхозтехника» пĕрлешĕвне бензинпа мазут ăшне кайса пăрахатăп. Çăрăл унта. Эс ăна тивĕç. Сан чуну çеç мар, ÿту те вараланчăк…
Чĕтренсе илчĕ Якку, хĕрарăма хăй çинчен сирсе ывăтма хăтланчĕ, хăпмасть лешĕ ниепле те. Сасартăк унран тухатмăш карчăк пулса тăчĕ. Тутипе Якку çăварне хупларĕ, вăрăм чĕрнеллĕ хура пÿрнисемпе мăйран лайăх çеç хĕстерсе тытрĕ те пăвма пуçларĕ:
— Халь сан юнна ĕçетĕп. Пуç купташкине уçатăп.
Чăнах та пуçа хыпалама тытăнчĕ хайхискер, мăка çĕç-
çипе пуç купташкине хирет те хирет. Тапăлтатать арçын, хăлаçланать, сывлăшĕ пÿлĕннипе каçăхса кайнă.
— Яша, Яша, тăр-ха, мĕн йынăшатăн? Усал тĕлĕкпе аташатăн-и эс, мĕн кăшкăратăн? Пăвмаççĕ-çке, — хулпуççинчен пырса силлерĕ Елян çывракан упăшкине.
Шăп çав самантра Якку пĕтĕм вăйне пухрĕ те хăрушă карчăка хăй çинчен сирсе ывăтрĕ, йынăшса ячĕ, сив тара ÿкнĕскер, шартах сиксе вăранса кайрĕ. Хăй ăçта выртнине те çийĕнчех ăнланаймарĕ. Ун-кун пăхкаларĕ. Койка çумĕнче арăмĕ тăрать.
— Кăшкăртăм-и? Тĕлĕкре асапланнă иккен, эп чăнах тесе! — куçне-пуçне чарса пăрахрĕ Якку. — Пуçа полнăй хирет, шуйттан. Ой, çурăлать пуç. Кам мурĕ пăвать тетĕп, — мăйĕнчи галстукне салтаймасăр тертленчĕ вăл, унтан хыврĕ те урайне çавăрса çапрĕ. — Çавна та салтайман эс, пăвса хурать вĕт!
— Мĕн кăшкăратăн тăнă-тăман? Уй хăнкăлисем çыртрĕç-им? Салтаймарăм çав. Лачкам çÿретĕн, хăв ăçта çитсе çапăннине пĕлместĕн. Коля йăтса кĕрсе пăрахрĕ сана. Утайми пуличчен кÿпсе лартнă та, — кÿреннине пытараймарĕ Елян. — Хăçан кăларма пăрахĕç ку çĕлен юнне, хăçан тасалĕ ку тĕнче эрехрен? Ĕçкĕсĕр пĕр кун иртмест… Кăларса çапаççĕ ĕнтĕ ĕçрен каплах çÿресен!
— Ÿсĕр тесе хывăнтарса вырттарма та юраман пуль? Пĕр те пĕр пăвса хурать вĕт галстукĕ, — те арăмне, те Колине айăпласа мăкăртатрĕ Якку.
— Ман хамăн та пуçа çĕклемелех те вăй пулман çĕркаç, сана пăхма мар, — сăмаха пат каласа хучĕ те Елян кухньăналла утрĕ.
— Аслăк çинче кăтиклекен чăх пек, сан ялан пĕр юрă, — тĕлĕкне тепре аса илсе чĕтренсе-çÿçенсе илчĕ Якку.
— Пилĕк сехет тин иртнĕ-ха, тепĕртак вырт. Эп апат лартса ярам, — хирĕçтерес темерĕ упăшкине Елян. Тĕрĕссипе каласан хирĕçмелĕх пĕр пĕрчĕ вăйĕ те юлман-ха унăн ĕнер Венерăна курнă хыççăн.
Вырăн çинче тек выртма шикленчĕ Якку, каллех тĕлĕкри карчăк пусса выртассăн туйăнчĕ. Хăй вара вĕрсе хăпартнă пек шыçăнса, çавракаланса ларнă.
— Елян, тăварланă помидор е хăяр çук-и унта? Пуç çурăлать, — ура çине тăчĕ Якку, мĕнле пулнă çаплипех, лÿчĕркенсе пĕтнĕ тумтирне те хывмарĕ, кухньăна таплаттарса кĕчĕ.
Тулли стакан тăварланă хăяр шывĕ тăсса пачĕ арăмĕ.
Тепĕр хут вырăн çине выртрĕ Якку. Тăрас та, çăвăнас та килмерĕ. Шарламарĕ арăмĕ те. Чăтрĕ Елян, ĕнер ăнсăртран Венерăна курни çинчен апат хушшине лариччен те шарламарĕ, пăсас темерĕ мухмăрпа асапланакан арçын кăмăлне.
— Ĕнтĕ тăр, çăвăн, уçăл, — терĕ тем вăхăтран.
Нумайччен чăнкăртаттарчĕ Якку умывальника, çемçе
ал шăллипе тем таран сăтăрăнчĕ.
Апат çиме ларчĕç. Чăтаймарĕ Елян, каллех макăрма пуçларĕ, куççулĕ витĕр аран-аран каласа пачĕ милиционерсем çинчен. Çиесси пулмарĕ вара апатне. Веялка пек вĕрчĕ-вĕрчĕ те Якку кăвакал шарккуне, çини тулкки пулмарĕ, иккĕ-виççĕ хыпкаланипех сĕтел хушшинчен тухрĕ. Хашлатса ларакан Елянăн та апачĕ тĕртсе те анмарĕ. Пăслансах ларса юлчĕç çуллă шаркку турилккисем.
Калаçмасăр тумланчĕ Якку. Пĕлнĕ вăл Венерăна тĕрмене ыран-паян илсе каясса, чухланă, анчах хăçан илсе каясса никам та уçăмлăн пат татса калайман. Паллах ĕнтĕ, арăмĕ те Венерăна тĕл пуласса тĕлĕкре те тĕлленмен. Пăлхатрĕ Елян сăмахĕ чĕрене, тĕлкĕштерчĕ ăшчике, çăвар уçса сăмах чĕнес килмест.
Тумланчĕ арçын. Аш-чикĕ кĕрлесе вĕрет пулин те йĕлтĕр йăтрĕ те урама тухрĕ. Тĕнче шап-шурă паян. Кун çутипе мар, çĕнĕ юр çутипе çуталнă иккен кĕçĕр тавралăх, пĕр каçрах йĕри-тавра шап-шурă çи витти витсе хунă. Йывăç тăррисене лапсака шурă çĕлĕк тăхăнтаратăхăнтара тухнă. Электричество пралукĕсем йывăррăн усăннă. Мăрьесенчен тухакан тĕтĕм юпа майлах тÿпенелле туртăнать.
Уттине чакарчĕ Яков Васильевич, халиччен çут çанталăк илемĕпе ытлах киленсе çÿременскер, сăнарах пăхрĕ таврана. Нăтăрт-нăтăрт пусăрăнать ура айĕнче тап-таса, çемçе те кăпăшка юр, тупата, çерçи те йĕр туса варалайман ăна. Сывлăшĕ уçă, сывласа тăранмалла мар.
Инçе те мар атте! тесе кăшкăрнă ача сасси çĕçĕпе сĕрнĕнех ыраттарса ячĕ арçын чĕрине. Венера сассиех ку! Урăх никамăн та мар. Çунакан хурăн хуппи пек пĕтĕрĕнсе çаврăнчĕ арçын чунĕ.
Арăмĕ Венерăна курни çинчен каласа панине хăлха хĕррипе илти-илтми ирттерсе янăччĕ вăл, акă каялла таврăнчĕç Елян каланă сăмахсем. «Ах, Венера, — сасăпах мăкăртатса илчĕ Якку. — Инкек пĕччен çÿремест теççĕ, ĕнтĕ хама та кăларса шăлĕç-и ĕçрен? Суйлав çитессе те кĕтмĕç-ши? Ахальтенех курăнман-ха ку тĕлĕк паян. Ĕçлени пулать-и хăлхана мăк чиксе çÿрес енне кайсан. Асăнĕç-ха сан ятна, темиçе те ура хурĕç… Çынсен ачисем паранкăпа уйран çисе ÿсеççĕ, ученăя тухаççĕ. Мĕн çитмерĕ хĕрĕме? Таврипе çын вĕлерекен пĕр вăл çеç. Айĕ те тÿшек, çийĕ те тÿшекчĕ. Тăрантăн пулать çемçе тĕк çинче çывăрса. Хамăр ларакан турата хамăрах касса ятăмăр-ши вара? Мăнтăр ÿсрĕн çав, ачам, мăнтăр, пуçунта гитара та транзистор, дубленка та кожанка анчахчĕ, пĕр ĕç патне те пыма васкамастăн. Вăрă пуласси лашаран мар, йĕпрен пуçланать. Епле сисеймерĕмĕр, çынах ÿсет-ха теттĕмĕр. Упаленме пуçласанах хаклă теттесемпе йăпатрăмăр, иртĕхтертĕмĕр. Пăсрăмăр хамăрах. Вăл пур, пурнăç çулĕ çине тин тăраканскер, суйма, улталама вĕренчĕ. Пĕррехинче киле килсен хăй пÿлĕмне пĕр пысăк турăш çакса хăварчĕ: «Атте, ку турăш хаклă, хĕл каçа пухнă стипенди укçине патăм ăна туянма, — терĕ. — Модăра вĕсем халь…» Эх, çав турăш тĕп турĕ пуçна, çавна пула вун тăватă çула лекрĕн…»
Йĕлтĕрĕсене шутарать, шутарать Яков Васильевич. Çывăхри вăрман еннелле çул тытать вăл. Тÿртен кайсан чăрăшлăха çитме ик çухрăмран мала мар, паллах, çула йывăр кăмăлпа тухсан йĕлтĕрĕ те йывăр, çулĕ те вăрăм: икĕ çухрăм та çирĕм çухрăм тăршшĕ туйăнать. Аранаран çитрĕ вăл чăрăшлăхри кÿлĕ патне. «Эй, мăнтарăн тĕнчи! — тарланă çамкине шăлса илчĕ Яков Васильевич. — Ăçта пур тата кунтан илемлĕ кĕтес? Пăхса тăнăçемĕн пуç çаврăнса каять…»
Кÿлĕ йĕри-тавра çăра хăмăшлăх. Улах вырăн. Çыран хĕрнех çитсе тăчĕ Якку. Шăнман кунти шыв, пĕр енчен юхан шыв пулса çырмана юхса тухать. Ура пуçĕнчех шăнкăртатса выртать, хăюсăррăн, вăтанчăклăн шăнкăртатса юхса тухать те тарăн мар çырма пулса каять. Килĕштерет ял халăхĕ çак улах вырăна, чăрăшлăха килсен кашниех кунта кĕрсе тухма васкать.
Кĕртех çук-ха кÿлĕ хĕрринче. Хăрăк турат пухрĕ, вут чĕртрĕ, шăтăртатса-çатăртатса çĕкленекен çулăм умне урисене тăсса ларчĕ Якку. Чăрăшлăх леш енче, ял масарĕ çинче, йăмра тăррисем курăнаççĕ. Ватăлнă йывăçсем. Кăшт сылтăмарах, сăртлă вырăнта, выльăх масарĕ. Кÿлĕ ку енчи çĕр — çăкалăхсен, леш енĕ — енĕшкассисен. Унти çĕрсене те аван пĕлет-ха: ял хуçалăх управленийĕнче инженерта ĕçленĕ чухне те, район пуçлăхне суйласан та пĕрре мар çитсе çаврăннă.
Яков Васильевич хăй хыçĕнче темле мĕлкесем мĕлтлетсе илнине сиссе ун-кун пăхкаласа çаврăнчĕ. Такамсем унран малтан çитнĕ иккен кÿлĕ хĕррине. Мĕн тăваççĕ вĕсем кунта, мĕн шыраççĕ? Кашни çыннăн пурнăçĕнче хăйĕн утăмне тишкерсе пăхас вăхăт пулать теççĕ. Çитрĕ-мĕн Яков Васильевичăн пурнăçĕнче те çав кун.
«Кĕске этем кун-çулĕ, çав тери кĕске. Мĕн туса ĕлкĕрмелĕх пур вăл çак аслă çĕр çинче? Паянхи намăса, халăх умĕнчи мăшкăла, курса тÿсмеллине пĕлнĕ пулсан çуралма та кирлĕ пулман. Вĕренсе тухрăм, инженер ятне
илтĕм. Тăрăшсах ĕçлерĕм. Выльăх комплексне тунă чух проектне улăштарма Мускава икĕ хут çитсе килтĕм. Вентиляци пăрăхĕсене те улăштартăмăр. Мĕн чухлĕ хутларăмши Шупашкара? Пурăнмалли çуртсем тăвасшăн тата мĕн чухлĕ чупрăм? Çамрăк чух çĕр чăмăрне çавăрса лартма вăй çитессĕн туйăнатчĕ те, вăхăчĕ иртрĕ пулас. Урĕксÿрĕк, ячĕшĕн çеç ĕçлес теменччĕ. Йывăç-курăк ватăлса çитсен те усса каять, çĕрсе тислĕк пулать. Этем вилсен мĕн юлать: ырă ят-и, алăпа тунă ĕç-и? Текех мĕнех тăвайăп ĕнтĕ эп çын куçĕнчен вăтанса çÿрес енне кайсан?.. Ав çав йăмрасен айĕнче мĕн чухлĕ маннă ят», — ирĕксĕрех масар еннелле çаврăнчĕ арçын. Пĕрне аса илчĕ, теприне… Аса илчĕ те аванмарланса, хĕрелсе кайрĕ. Амăшне те, хăйне чун панă амăшне те, питĕ сайра аса илет-çке-ха, тахçанах маннă. Мĕн тери хăвăрт асран кăларать этем çĕр çинчен уйрăлса кайнă çывăх тăванĕсене: арăмĕ упăшкине, упăшки арăмне, аппăшĕ шăллĕне, шăллĕ аппăшне. Тупăк хуппине хупнă чух хуйхă этеме ураранах ÿкерет, этем пуçне çапса çурма хатĕр. Çур çул, пĕрер çул, иккĕ иртет те — аса илми те пулать. Çаплах пулмалла пуль. Вилнĕ çын хыççăн шăтăка сикмелле туман. Чĕррин пурăнмаллах. Хăв çуратса ÿстернĕ ача-пăчана пытарма çеç ытла та йывăр. Чун панă вĕсене, ÿстерес тенĕ, ыйхă çывăрмасăр пăхнă, этем тăвас тенĕ.
Аса илчĕ ĕнтĕ Яков Васильевич амăшне, часах маннă пек те пулчĕ. Хытнă чĕре, пĕр Венерăшăн çеç ыратать. Якку — унăн ашшĕ-çке. Епле чăтĕ чун ыратмасăр? Шăпа çапла тухнă пулсан чăтмалла. Шăпа… Шăпа тетпĕр. Палланин-палламаннин куçĕсенчен пытанса çÿремелле-и ĕнтĕ Яков Васильевичăн шăпа тесе? Кама кирлĕ ун пек пурнăç?
Пĕрре хăй сăнĕ, тепре Елян сăнĕ туха-туха тăрать Якку куçĕ умне: «Елян куç айĕ кăвакчĕ паян, ыррăн çывăрни пулман ĕнтĕ Венерăшăн пăшăрханса…» Аван мар пулса кайрĕ ăна. Хуйхăпа тулнă чĕрене лăплантарма икĕ ăшă сăмах тупаймарĕ вăл паян ирхине арăмĕ валли, ним чĕнмесĕрех тухса утрĕ чăрăшлăх енне. «Сăн улталамасть, юн пусăмĕ каллех хăпарса ан кайтăр, —
шеллесе шухăшларĕ арăмĕ çинчен. — Чĕрĕк ĕмĕр пĕрле пурăнсан та тăванланаймарăмăр, çынсем пек куçран пăхса пĕрне-пĕри ăнланма вĕренеймерĕмĕр. Юрату, пĕрпĕрин хушшинчи килĕшÿ ăшăтайман йăвана вут хурса ăшăтни хăçан пулнă этемре? Халь тин мĕн тăвăн? Кампа шуралнă, çавăнпах хуралма каланă… Кам айăплă пулчĕ пуль? Хам. Пĕтĕмпех хам. Чавса çывăх та çыртма çук теççĕ… — хашлатса сывларĕ Якку. — Ватă çын сăмаххи тĕрĕс марри пулман пуль тĕнчере. Çыртма хăтланса пăхкаланă пуль мансăр та, пĕлмесĕр каламан пуль».
Хăйне хăй пушшех çилленсе кайрĕ арçын. «Çемçешке пултăм, айван, çав кирлĕ мана! Кама айăплас тетĕп! Ураалла тăлланăччĕ-им? Айăплине шыратăп-ха, хам çине илес теместĕп… Çĕнĕрен пурăнмалла пулсанччĕ те çав, çук, иккĕ çуралса иккĕ пурăнмалла туман этеме», — явăнать, явăнать шухăш пуç тавра, каялла, иртнĕ кунсем еннелле, вĕçет. Пулни-иртни тухса тăрать куç умне.
3
…Пурăнатчĕç Яккусем, çынсем майлах сыпăнтаркаласа пыратчĕç. Ашшĕ тимĕрçĕ лаççинче ĕçлетчĕ, аппăшĕ, Уляç, шкула çÿретчĕ. Вăрçă тухса яла пушатса хăварман пулсан пурнăç тĕлĕк пек çеç пулмаллаччĕ, туслă та тату пурăнатчĕç. Пĕтрĕ. Пĕр уйăхранах тимĕрçĕ лаççинче тимĕре шаккани илтĕнми пулчĕ. Вăйпитти арçынсене пĕрин хыççăн теприне ăсатрĕ ял вăрçă хирне.
Пĕчĕкле юлчĕ Якку ашшĕнчен, шкула та каймастчĕ тин улттă тултарнăскер, йĕри-тавра мĕн пулса иртнине ăнланса та пĕтерейместчĕ. Ура çине ĕне пырса пуссан ăс кĕрет этеме тенĕ ватă çынсем. Хĕрĕх иккĕмĕш çула тин кĕнĕччĕ, хĕллехи пĕр сивĕ кун ашшĕн вилнĕ хучĕ килнĕ тесе калаçрĕç. Ку мĕн тери хăрушă хыпар пулнине урайне тĕшĕрĕлсе аннă амăшне курсан çийĕнчех ăнланчĕ çичче кайнă ача, туххăм ăнланчĕ. Астумасть халь Яков Васильевич, мĕн тĕслĕччĕ-ши çав хăрушă хут: кăвак-и, хура-и? Хура пуль. Пахчара сухан йăранĕ чавнă чух ăнсăртран кĕреçе айне пулса касăлнă ăман пекех
авăнса пĕтĕрĕнчĕ амăшĕ, иккĕмĕш кунне чирлĕ чĕри чăтайманнипе сасартăк лăпланнăскере урисене ярт тăсса шурă тупăка вырнаçтарса вырттарчĕç.
Тем пек чĕнчĕ вун тăваттăри Уляç амăшне, тем пек татăлса макăрчĕ — çăвар уçса шăл шурри те кăтартмарĕ амăшĕ. Пушар чанне çапса чĕннĕ пек кĕр-р пухăнчĕ ял-йыш. Анчах виле йăтса тухмалăх та арçын юлманччĕ ялта. Шăтăк чавасси те хĕрарăм ĕçĕ пулса тăчĕ. Пытарчĕç амăшне. Хĕрарăмсемех йăтса тухрĕç тупăка, шăтăка та хăйсемех антарчĕç.
Ашшĕпе амăшĕ вырăнне те авăнчĕ вун тăватă çулхи Уляç, çамрăк хăва хулли пекех авăнчĕ йывăр кĕвенте айĕнче. Хăй çинчен пачах манчĕ, шкула çÿреме те пăрахрĕ. Ĕçре пиçсе хытрĕ, вун тăваттăрах амăшĕ вырăнне пăру пăхма тытăнчĕ. Аллисем çыпăçатчĕç иккĕшĕн те: чăлхануски çыхма, çăпата хуçма хăвăртах вĕренсе çитрĕ Якку та. Анчах ыррине çеç мар, усаллине те вĕрентсе хăварчĕ çав вăхăт. Халь те вара: «Пăравус пек мăкăрлантаратăн, çăвартан ямастăн çав йытă çимен апата», — тесе хăртать Елян упăшкине пирус туртнине курсан.
…Сехет çукчĕ Яккусен. Ирхи апата уйăх çутипе çакатчĕç. Уйăхĕ вара темшĕн кашнинчех ултавлăччĕ, пĕлĕт хыçне шуса пытанатчĕ те, мĕн вăхăт çитнине ниепле те пĕлме çукчĕ. Ачасем шкула кайма тухнă çĕре апачĕ пиçсе ĕлкĕрейместчĕ. Вутти те чĕрĕ, çуннă-çунман çăра тĕтĕм кăларса айлатса-йăслатса выртатчĕ хуран айĕнче. Шак-шак шаккатчĕ Якку хуранне: «Пиçмерĕн пуль, вĕри шÿрпе лĕрккесси пулмарĕ ĕнтĕ», — тетчĕ ватă çын пек хашлатса. Çурăлса тухасла ырататчĕ аппăшĕн чĕри шăллĕ выçă хырăмпа шкула тухса кайнине курсан. Темле кăвакарса лармарĕ çавăн чух вун тăватă çулхи Уляç çÿçĕ. Çиччĕмĕш класа çÿреме пуçланăскер шкула кайма пăрахрĕ амăшĕ вилнĕ çул. Иккĕшех, ик тăлăх турат юлчĕç Удяçпа Якку. Ача çуртне кайма килĕшмерĕç, малтанланса кăштах асламăшĕ пулăшкаларĕ. Ялти шкулта вĕреннĕ чух пыратчĕ Яккун пурнăçĕ: Уляç çĕр улми теркăласа икерчĕ пĕçеретчĕ те шкула чупса çитетчĕ, шăллĕне вĕри икерчĕ çитерсе хăваратчĕ.
Тем пекех кĕтетчĕ Якку иккĕмĕш урок тухасса. Учитель сăмахĕ те хăлхана кĕместчĕ хырăм выçă чух. Сиссе те юлаймастăн, учитель каланă сăмахсем пуç патне мар, хырăма тăрантас пек, пыршăсем тăрăх шăнкăртатсах анса каяççĕ пек. Хырăмĕ — чĕр тăшман, ир тăрсан пуçлать те кунĕпе пăкăртатать, кунĕпе вăрçать, чăрлатсах хăй çинчен асилтерсе тăрать. Ялти шкулта тăватă класс пĕтерсе тухсан татах хĕсĕнчĕ, тăвăрланчĕ Якку пурнăçĕ. Асламăшĕ те хĕне кайрĕ, пачах пулăшайми пулчĕ.
Ялти шкулта тăватă класс пĕтернĕ хыççăн кÿршĕри Ирăпа юнашар яла çÿреме тытăнчĕç.
Çав çулсенче туслашрĕç ачасем. Аттестат илейретчĕши вăл хĕр ача пулман пулсан? Ирăсен ашшĕ вăрçăран таврăнчĕ те тÿрех тракторпа ĕçлеме пуçларĕ. Çăкăртан татăлмастчĕç вĕсем. Тантăшĕ кунсерен шкула çăкăр чĕлли йăтса пыратчĕ. Тăвар сапатчĕ. Сиснĕ хĕр ача кÿршĕ ачи хĕсĕк пурăннине.
Пĕррехинче Ира Яккуна уй варринчех икĕ кашкăр тапăнни çинчен илтнĕ. Çакă та хытă шухăшлаттарнă пулас хĕр ачана. Вăл юлташне асăрхаттарма васканă.
— Итле, Якку, текех уйăх çутипе шкула кайма ан тух. Пирĕн сехет тĕп-тĕрĕс çÿрет, хам кĕрсе чĕнетĕп, — тенĕ Ира.
Пĕчĕккĕскер, эх, янрататчĕ вара уçă сассипе:
— Тух атя! — тетчĕ.
Тутă чух тутă, выçă чух выçă тухса утатчĕ хура сатин шăлавар тăхăннă Якку, шартлама сивĕсенче чĕркуççийĕ шăнса ним пĕлми пулатчĕ шкула çитиччен. Халь тесен халь вĕрилентерсе-пĕçертсе ярать çавна аса илсен. Выçă хырăмĕ хытах чĕпĕткелетчĕ çав. Ира кунсеренех çăкăр чĕлли тыттарса хăваратчĕ те хăй вара класран туххăмах тухса сирпĕнетчĕ. Тутлăччĕ çăкăрĕ, улпут та çисе курман пуль ун пек тутлине?
Çамрăксенчен нумайăшĕ çичĕ класс хыççăнах шкула çÿреме пăрахрĕ, тăххăрмĕш-вуннăмĕш классене мĕнпурĕ те виççĕн çÿретчĕç, аттестат та виççĕнех илчĕç çав çул. Якку вĕреннĕшĕн тÿлемешкĕн асламăшĕн юлашки сурăхне сутрĕ Уляç.
…Ларать Якку асаилÿ ăшне путса, иртнĕ кунсене, кĕнеке вуланă пек, пĕрин хыççăн теприне уçать. Чĕрере мĕн чухлĕ тăвăртарах, хăш-пĕр асаилÿ çавăн чухлĕ ырăрах, ăшăрах уншăн…
Калаçса татăлнă пекех, кашни ир Ира кĕрсе чĕнетчĕ ăна шкула кайма. Çулсем иртрĕç. Тахăш вăхăтра Уляçа ĕçре тăрăшуллă пулнăшăн колхоз правленийĕ алла çыхмалли сехет парнелерĕ. Сехетне Якку çыхса ячĕ. Ирăн карта урлă кăшкăрасси пĕтрĕ вара, йĕкĕт хăй кĕре-кĕре чĕне пуçларĕ ăна.
Ирăна курман чух, канмалли кунсенче, çав тери тунсăх пусатчĕ, тунти куна кĕтсе илмелле мар тĕпĕртететчĕ чĕри. «Шкула кайиччен тата вун сакăр сехет юлать, вун иккĕ, вуннă», — куна сехетĕн-сехетĕн пайласа кĕтме тытăннăччĕ Якку. Килтен иртерех тухатчĕ те Ирăна кĕтме тытăнатчĕ. Çăмăл çÿрет кÿршĕ хĕрĕ, утти вăрт-варт, туххăм чупса тухать, шăкăлтатса утаççĕ вара иккĕшĕ. Сăмах-юмах çула кĕскетет, шкула çитнине те сисместĕн.
Пайтах утнă иккĕн, тем çинчен те пупленĕ, анчах вунă класс пĕтериччен те юрату çинчен калаçман. Çул тăршшĕпе шăкăлтатса утаççĕ, тавлашса хĕрсе те каяççĕ, кулмалли те тупаççĕ. Пĕринче Якку çиеле тухать, тепринче Ира тĕрĕсе юлать. Пурнăç çине иккĕшĕ те пĕр майлă пăхнине хăвăртах хăнăхса çитрĕç çамрăксем, апла пулин те вун çичче çитсе те вăййа-мĕне пĕрле тухсах çÿремен.
Пĕрремĕш хут вĕсем вуннăмĕш класшăн экзамен тытнă вăхăтра Курак таппине кайнăччĕ. Унта та нумай савăнмалли пулмарĕ. Çамрăксен вăййине салатса яма васканăнах пуç тăррине çуначĕсене сарнă пысăк çăхан евĕрлĕ пĕлĕт татăкĕ ярăнса тухрĕ те сулкалашса хăлаçланма тытăнчĕ — шарлаттара пачĕ вăйлă çумăр. Саланчĕ вăйă. Тара-тара пытанчĕç кам ăçта пĕлет çавăнта. Якку хăй пиншакне Ирăна хывса пĕркентерме те пĕлеймерĕ. Ара, пиншакки те хĕр хулпуççине витмелли мар, йытă вĕрнипех ирĕлсе каяс патне çитнĕскерччĕ те. Çавăн чух, лăс вĕрене айĕнче хăйпе юнашар тăракан Ирăн вăрăм куç хăрпăкĕсем çинче çумăр тумламĕсем çакăнса тăнине курсан, питĕ тĕлĕннĕччĕ каччă.
Çумăр иртсе кайсан Ира куçне уçса ячĕ те — çав кĕмĕл тумламсенчен Якку пичĕ çине тем пысăкăш хуиар çути ÿкрĕ. Йăмăх çутă куçа шартарса ячĕ. Хĕвел пĕлĕт хыçне пытаннăччĕ, Ира куçĕнчи çутă пулчĕ ку. Çумăрĕ те тĕлĕнмеллескерччĕ: ăшă, çĕр çине ÿкичченех ирĕлсе пырать тейĕн. Çăвать, йĕпетмест, хĕвел пайăрки пекех çап-çутăскер.
Шкултан ăнăçлах вĕренсе тухрĕç. Аттестат илсенех Ирăпа пĕрле Шупашкара кайрĕç. Пĕр-пĕр института вĕренме кĕресси çинчен шутламарĕ Якку, профессипе техника училищине документсем пама кайрĕ.
Акă утаççĕ урампа. Урамĕ вăрăм, таçта çитиех тăсăлать. Пединститут тĕлĕнче пылак пăр сутаççĕ. Çынсем çинине курсан сĕлеке юхсах анать. Ытла тутлă пуль, кай, илĕртсе астарсах ярать. Чăтса пăх-ха ун чух. Илсе çирĕç. Канфет та тутанса пăхрĕç. Чăнах та, Шупашкар ял çамрăкĕсене хăна тума хатĕрленнĕ тейĕн, тем те пур. Çыннисем те пĕринчен тепри ырă кăмăллăрах. Пурте хаваслă, илемлĕ, кула-кула иртсе каяççĕ. Хăпартлансах кайнă Яккупа Ира, çунат хушнă. Ялтан килсе пушмаккисем тусанланнăччĕ, ак çутатса ячĕç, сăн курăнса тăрать.
— Эсир ытла йăл-йăл-çке, пушмаксене те çутатамха, — терĕ универмаг çумĕнче атă-пушмак тасатса ларакан пĕр ватă çын. — Мăшăрлану керменне шыратăр пулсан акă юнашарах, — щеткине шăкăрт-шăкăрт тутарчĕ те тĕпĕ хăпса тухас патне çитнĕ Яккун пушмакне çĕнетсе те пачĕ. Вăт юмах! Пĕлекен çынна мĕн — темиçе пăта çапрĕ те — пулчĕ.
Хула тăрăх кунĕпе çÿресе те никамран пĕр сивĕ сăмах илтмерĕç вĕсем. Хирĕç пулакансем чарăнса тăрсах çул параççĕ, мĕн ыйтнине турех ăнлантараççĕ. Тĕлĕнтермĕш тени ялтан пĕрремĕш хут хулана килнĕ çамрăксемшĕн пĕрин хыççăн тепри сике-сике тухать. Акă Ирăпа Якку умне кăнкăвак автобус чарăнчĕ, алăкне вĕсем валлиех яри уçса ячĕ тейĕн. Кондукторĕ Ирăна ларса канма сĕнчĕ. Ăçтан пĕлчĕ-ши хĕр ывăннине? Çапла савăнса ларса пынă хушăра пĕрремĕш профтехучилище умĕнчен те иртсе кайнă иккен вĕсем. Автобусри çынсем тавлашсах ăнлантарса пама
пикенчĕç. Пĕр ватă хĕрарăм вара училище алăкĕнченех кĕртсе ячĕ. Ăшшăн кĕтсе илчĕç вĕсене кунта, лайăх калаçрĕç, документсене пĕр сăмахсăр илсе юлчĕç.
«Эх, аннене чĕртсе тăратасчĕ те, Уляçпа иккĕшне Шупашкара килсе кăтартасчĕ, лавккасенче миçе тĕслĕ булка», — хĕпĕртесе утрĕ Якку хула урамĕпе.
Ирăна та килĕшрĕ Шупашкар.
— Якку, манăн та санпа пĕр хулара вĕренес килет, — терĕ вăл. — Шел, кунта мана кирлĕ институт çук çав. Эпĕ юрист пуласшăн. Тĕрĕслĕхе никам та ан хуплайтăр тесе кĕрешесшĕн…
Çапла вĕсем кăмăллăн шăкăлтатса автовокзала таврăнчĕç.
Тăнсăр-пуçсăр пулман çамрăк Якку. Профтехучилищĕрен ăстаçăсем вĕрентсе кăларнине те аван ăнкарнă. Канмалли кунсенче пиншакĕ çинчи çап-çутă тÿмисене йăлтăртаттарса пыра-пыра кĕнĕ Çăкалăх урамне.
— Пăх-ха эс ăна, епле маттурланса кайнă, — тенĕ ял-йышра Яккуна ырласа.
Çулталăк хушшинчех каччăн хул-çурăмĕ тĕрекленсе сарăлнă, сăнĕ-пичĕ те çуталса илемленнĕ. Ара, ÿсес, сарăлас вăхăт мар-и вун çиччĕри-вун саккăрти çамрăкăн? Çав çулах пĕрремĕш хут ăшă салам вĕçсе çитнĕ Хусанти университета, юриста вĕренекен Ира патне. Лешĕ те салампа хуравланă. Çавăнтан пуçланнă та, каярахпа кĕрлесе-вĕресе кайнă пĕрне-пĕри савасси, юратасси. Тиркемен Ира та кÿршĕ каччине, ун ятне асăнсан хăйĕн те чĕри хăпартланса çĕкленсе çÿренĕ.
Çуллахи каникула иккĕшĕ те тăван ялта ирттерчĕç, уйрăлми çÿрерĕç, колхозра ĕçлерĕç, пĕрне-пĕри килĕштернине никамран та пытармарĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан та çыхăну татăлмарĕ, пĕр-пĕрин патне çырусем вĕçрĕç те вĕçрĕç.
Вăхăт хăвăрт иртрĕ. Часах Якку хĕллехи каникула та таврăнчĕ, ыран-паян Хусантан Ира килессине кĕтсе пурăнатчĕ. Каç енне çапла вĕсем патне тепĕр урамра пурăнакан Егор Васильевич каçса ларчĕ. Халиччен килсех çÿременччĕ вăл. Сăмах çине сăмах, сăмах май пушă
вăхăтра хăйне пĕр вунă кунлăх пулăшма та ыйтрĕ. Мĕнле пулăшу парасси çинчен калаçмарĕç те малтанлăха. Каччă килĕшрĕ. Чăн та, тепĕр темиçе кунран Яккупа Егор Васильевич юнашар ялсенчен туяннă çĕр улмине сутма кăнтăрти пĕр хулана тухса вĕçтерчĕç. Ăнăçлах çаврăнса çитрĕç киле, атă кунчи тулли укçа тултарса таврăнчĕç.
— Вăйлă эс, ача, вăйлă, михĕсене мечĕкрен çăмăл ывăтан, — ырларĕ ăна аслă юлташĕ. — Укçа мĕн тутине туйрăн-и ĕнтĕ? Ахаль сана виçĕ пус та тăсса памаççĕ. Укçа вăл грипп пекех купаланать. Эс унтан тарма пуçласан вăл йăлăнса макăрать, сана шырать теççĕ. Ан ĕнен. Укçа мар сана шыраканни, сан хăвăн тупма пĕлмелле ăна. Эсĕ тупаймасан тепри тупать. Укçапа пурăнма та ăшăрах… Ме-ха тепĕртак, çĕр улми йунĕ чух куршĕсенчен вăтăр-хĕрĕх михĕ туянса хур, — вăйпа укçа сĕнчĕ Егор Васильевич. — Çăварни тĕлнелле тепре анса кайăпăр. Çуркуннепе хакланать паранкă. Кайран татăлăпăр, ме-ме, ан имен. — Унтан хушса хучĕ: — Пĕрпĕр путлĕрех костюм илсе тăхăн. Этем ретлĕ çÿре. Çынна çаратни мар, Чăвашра çĕр улми питĕ нумай. Юратаççĕ пирĕн паранкăна анатра. Кĕрпеклĕ, тути те тутлă, тĕпĕртетсех илеççĕ. Ан именсе тăр, — илĕртрĕ Егор Васильевич.
Хăлхана çеç мар, чĕрене кĕрсе ларчĕç унăн сăмахĕсем. Çамрăк чух камăн яка çÿрес килмĕ. Вун сакăр çулхи Яккун хальлĕхе техучилище панă çутă тÿмеллĕ пиншаксăр пуçне урăх тăхăнмалли те çук. Ира умĕнче вăтанса кăна çÿрет, кĕрĕс-мерĕс пушмакĕ те патшалăхăн. Мĕн каласси, чаплă тумтир тăхăннă яш савнийĕ умĕнче те хăюллăрах ĕнтĕ.
Темле кĕнекере вуланăччĕ-ха Якку, таçти-таçти юмах çĕршывĕнчи пĕр патша чи илемлĕ тумтире вун саккăртан пуçласа çирĕм виççе çитнĕ çамрăксене салатса памалла тунă тет. Юрату вучĕпе тĕлкĕшекен яшсен сăнпичĕпе кĕлетки çеç мар, çи-пуçĕ те куçа илĕртсе тăмалла тенĕ иккен вăл.
Итлерĕ-итлерех вĕт хайхи Егор Васильевичăн çуллă сăмахĕсене. Ăçтан пĕлчĕ лешĕ çамрăка мĕн канăç паман-
нине? Çавăрчĕ-çавăрчех Яккуна, укçине те тĕксе хăварчĕ.
Чăнах та, сакай тулли çĕр улми тултарчĕ Якку, Çăварни эрнине кĕнĕ кун тепре вĕçтерчĕç аната. Пуян таврăнчĕç ку хутĕнче те. Çăва тухсан Уляçпа иккĕшĕ кивĕ пÿртне юсаса лартрĕç, тăррине тимĕр виттерчĕç. Ара, тимĕрне те анатранах илсе килнĕччĕ Якку. Лупасне юман юпапа тыттарчĕç.
— Ялта инженерсем кирлĕ пулаççĕ, санăн малалла вĕренмелле, — ăс пачĕ Егор Васильевич йĕкĕте.
Итлерĕ Якку, училищĕне шак «пиллĕкпе» пĕтернĕскер, ял хуçалăх институчĕн студенчĕ пулса тăчĕ…
Виççĕмĕш курсран вĕренсе тухнă Ирăна чунтан саватчĕ-ха каччă.
— Якку, ачам, сан ятушăнах ÿснĕ Ира. Ут-пÿрен те, ăсĕнчен те ÿксе юлман. Турă çырни, асту, ан вĕçерт, — тетчĕ аппăшĕ Уляç та. Чăн та, ял-йышра вĕсен телейĕшĕн никам иккĕленмен. Çапах та пĕр çын та иккĕленмен тесен тĕрĕсех килмĕ сăмах. Пĕри пулнă. Пĕр çыпăçрĕ те ниепле те хăпмарĕ-ха çамрăкран. Яккушăн пулсан Егор Васильевич ырă çын. Яланах хисеплесе калаçать унпа. Ăсĕпе чеелĕхĕ хăйĕнчен виçĕ кун малтан çуралнă унăн теççĕ ялта. Пĕрре пăхсах ĕмĕтсĕр те выçă çын теме çук ăна, пĕр пусшăн тулхăрса кăтартмасть. Вĕренмен, диплом илмен, пуçлăхра ĕçлесе курман çынах ялта Юкур та мар — Егор Васильевич. Витĕр курать, витĕр пĕлет вăл çын шухăшне. Пĕрре аната кайса килсех Якку кăмăлтуйăмне лайăх ăнланса илчĕ. Егор Васильевич сăмахĕнчен пач та тухмарĕ Якку, çĕр улмине те хаклăрах сутма тăрăшрĕ. Çук-и вара ял çинче этеме ăс-тăнне мар, çипуçне кăна пăхса хак паракан? Ăçта ял — çавăнта çерçи. Халăх тĕрлĕ. Чиперех хăйне Егор Васильевичпа туслă пулнăшăн ял-йышра ырланă пек туйăна пуçларĕ яша. Чаплă костюмпа пальто илсе тăхăнчĕ те — ури çĕре перĕнми пулчĕ. Кĕлетки тÿрленчĕ, пĕсехи каçăрăлса кайрĕ. Хăйне хăй палламасть. Урампа иртнĕ-çÿренĕ чух кинемисем, тупата, çаврăна-çаврăна пăхаççĕ.
«Ах, ачисем ÿснине кин курса савăнаймарĕ», — теççĕ. Сывă та маттур ачисемшĕн такам та савăнать çав ĕнтĕ,
анчах Якку кăшт урăхларах ăнланчĕ ку сăмахсене. Халиччен палламан ватăсем те чарăнса тăрса сывлăх сунаççĕ, алă параççĕ. Тем вăхăтра «эсир» теме пуçларĕç тата. Тутана пĕр тумлам эрех-сăра лектермесĕрех çурхи ÿсĕр илем ăшне путрĕ каччă. Хăй мĕн туни уншăн пурте тĕрĕс, пурте вырăнлă пек туйăнма пуçларĕ. Сисмерĕ Якку çав тапхăрта ун патне юлташĕсем те сайрарах кĕме тытăннине. Студент яла таврăнать çеç, кил хапхине уçса хупать кăна, туххăм персе çитет ун патне Егор Васильевич. Юлташĕсенчен пĕри те ура ярса пусмасть вара. Мĕн хăвалать вĕсене Яккусен хапхи умĕнчен? Пăрçа ани урлă шурă чечексене курас килмесĕр вĕçсе иртекен вĕлле хурчĕсем пек мар-и? Илемлĕ, таса пăрçа чечекĕ, анчах лармасть ун çине вĕлле хурчĕ, пыл пуçтармасть.
Пĕррехинче Егор Васильевич хăйĕн çамрăк тусне спорт костюмĕ парнелерĕ.
— Ан турткалаш, тăхăн-тăхăн, — терĕ вăл. — Ятарласа сан ятпа илтĕм. Сана институтра питĕ кирлĕ япала ку.
Вăт çаврăнать, вăт çаврăнать студент тавра çын куçне курăнман карта. Сисмест, мăнаçлăн кулкаласа çеç ларать лешĕ. Ара, юратать, хисеплет-çке-ха ăна ялти ятлă çын, пĕр тан шутлать, тĕрлĕ ыйтăва унпа сÿтсе явать те, мĕнле мăнаçлă пулмăн. Çак самантра аслă юлташĕ хыççăн таçта кайма та хатĕр Якку. Тарасана сик тесен — сикет.
— Уссе çитрĕн, хăв ăсупа пурăнакан пултăн, маттур, — ырлать çамрăка Егор Васильевич. Çапла ырласа калаçса ларнăçемĕн тепĕр чухне эрех те ĕçкелеме пуçларĕç. Сутуçă ĕçне те манмарĕç. Çулталăк хушшинче тăватă-пилĕк хутчен кайса килчĕç аната çĕр улми сутма.
Вăхăчĕ шурĕ те шурĕ. Халĕ ĕнтĕ тăваттăмĕш курс студенчĕ тăван Çăкалăха кĕрхи уявсене паллă тума килнĕччĕ. Ирăпа пулас туй пирки те калаçасшăнччĕ Якку. Çав шухăшпах клуба кайрĕ. Ташларĕç, савăнчĕç çамрăксем, анчах калаçу çыпăçмарĕ.
— Енчен те тепре Егор Васильевичпа çыхланатăн пулсан сана качча тухмастăп, — çирĕппĕнех каларĕ çав каç Ира. — Сана пачах ĕненме пăрахатăп. Чĕрне хури тăршшĕ те ĕненместĕп.
— Эс ăна ан асăн-ха. Хăçан? Хăçан пĕрле пулăпăр? — васкатрĕ Якку. — Ĕнтĕ йăва çавăрма вăхăт…
— Май уйăхĕччен туйпа аппаланаймастпăр. Хĕлле ман диплом ĕçĕ çырмалла. Туй тесе намăс курас марччĕ, чăнчăн юрист пулса тухасчĕ. Туйне Май уявĕнче ирттерĕпĕр. Унччен хамăра тĕрĕслемелĕх вăхăт пур-ха пирĕн…
Ира сăмахĕсене илтсен хĕр чăнласах кÿреннине ăнланчĕ Якку, Егор Васильевичран пăрăнарах çÿреме тăрăшрĕ.
4
Раштав каçĕ Çăкалăхри яш-кĕрĕмĕн Кăшарни ларас йăла пур. Пĕр-пĕр пушă пÿрте хутса ăшăтаççĕ çамрăксем, çуса тасатаççĕ, тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçереççĕ. Пуçланать вара ташă-кулă.
Ку хутĕнче Кăшарние Ира килеймерĕ. Якку та яла каç пулсан çеç çитрĕ. Çитрĕ те тÿрех юлташĕсене шыраса тупрĕ.
— Çине-çине виççĕ! Шалт! Шалт! — курка сĕнчĕ çийĕнчех темиçе сасă, хупăрларĕç те çемçетсех ячĕç çултан тин çитнĕ çынна. Хăй те сисмерĕ Якку, киккирикĕ хĕрме пуçларĕ. Ира çуккишĕн кăмăлĕ малтан кăшт хуçăлнăччĕ те хуллен лăпланчĕ.
Ĕмĕртен ĕмĕре пырать Çăкалăхра Кăшарни ларасси. Çур çĕр иртсен тин саланать кĕреке. Эртелпе тухаççĕ урама: юр çинче йăваланма, юрпа персе выляма тытăнать яш-кĕрĕм. Çулсерен çапла янăрать Кăшарни каçĕ. Ку хутĕнче те пÿртрен тин кĕшĕлтетсе тухнăччĕ, тÿрех юрпа перкелешме пуçларĕç. Пĕр чăмăркки Яккуна питренех лаплатрĕ.
— Кам печĕ? — ун-кун пăхкаларĕ каччă. Çук çывăхра хĕрсем. Тахăшĕ тĕллесех перет. Акă тепре те лектерчĕ.
— Хи-хи-хик! — ихĕлтетрĕ такам йывăç хыçĕнче. Пĕрик утăм тусах хăй ытамне çаклатрĕ Якку ихĕлтетекен хĕре.
— Елян?
Чаплă кĕрĕкпе, хура тилĕ тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕкпе. Çиçсе тăрать Егор Васильевич хĕрĕ. Тăпах чарăнчĕ Якку.
— Э-э, шăпăрлан, хăçан хĕр пулса çитнĕ эс? Ĕнер çеç ачаччĕ, сĕтел айĕнче çара кут чупаттăн, — шÿтлерĕ каччă.
— Ача тетĕн-и? Эпĕ пĕлтĕрех вунă класс пĕтернĕ, халĕ Тĕрлемесре бухгалтерсен шкулĕнче вĕренетĕп, — тавăрчĕ Елян. Хăй çийĕнчех варт çаврăнчĕ те çырманалла вĕçтерчĕ. Тахăш самантра юр ывăçласа илчĕ, качча питренех сапрĕ тепре. Çырма урлă мĕнле чупса каçнине те, Елянĕен хапхи тĕлне хăçан çитсе тăнине те астумарĕ Якку.
— Мĕншĕн пĕрре те кĕрсе тухмастăн? Атте курасшăнччĕ-ха сана, — пĕлтерчĕ хĕр. Хĕр мар, садри пиçнĕ пан улми илĕртсе тăчĕ тейĕн ăна. Куç пăврĕ-ши хĕр — алли-ури чăлханчĕ каччăн, хăюланчĕ те хĕр хыççăн хăй урипех утрĕ те утрĕ.
Кĕрсе тăчĕç хайхисем Егор Васильевичăн кайри-малтиллĕ, хулари пек çап-çутă пуртне. Шăв-шава илтсе малти пулĕмрен Елян ашшĕ тухрĕ.
— О-о-о! Кама куратăп! — аллисемпе хăлаçланчĕ кил хуçи, хăнине пырса ыталарĕ, тутинченех чуптурĕ.
Атьсемри, ак тĕнче! Кĕреке тулли хăна Егор Васильевичăн! Çĕрпÿ пасарĕ пек кĕрлет пÿрт. Сĕтелĕ те тĕрлĕ апат-çимĕçпе авăнса ларать. Хуçи Яккуна тăванĕсемпе паллаштарчĕ. Хăнисем те пĕринчен тепри тĕппипе ĕçтересшĕн сĕнеççĕ, хĕве ярассипе хăратаççĕ. Çиеççĕ, ĕçеççĕ, тĕрлĕ сăмах ваклаççĕ. Тем патне те çитсе çапăнать калаçу.
Кĕрекен тепĕр пуçĕнче Елян амăшĕ, хĕрĕх пиллĕке кайнă Настя, ларать. Çÿллĕ кĕлеткеллĕ, илемлĕ хĕрарăм. Пичĕ çинче пĕр пĕрĕнчĕк çук, яка, таса. Те услам çу сĕрсе çутатнă пит-куçне, çап-çутă питлĕ. Çăвар тулли ылтăн шăлне йăлтăртаттарса ларать Егор Васильевич, чăлт шурă ал тутрипе тарланă çамкине шăлать. Чаплаттарса кавлеççĕ кĕрекери хăнисем, чавса таран çу юхтараççĕ.
— Атя тытса пар, — хăна еннелле тулли черкке çĕклерĕ хуçа. — Ан ютшăн, эс кунта ют çын мар.
Вăтанса-именсе ларать Якку: «Ăçтан килсе кĕни пулчĕ?» Куркине те тыти-тытми çеç ларкалать лăпланаймасăр.
— Атя, атя, эрехпе аташманнине пĕлетпĕр сана. Çĕклĕр пурте, тăвансем! — ура çине тăчĕ кĕрекеçĕ. Хăнисем те çĕкленчĕç. Кĕленче чăнклатрĕ, шаккаса ĕçрĕç. Упĕнтерчĕ Якку та, ара, пурте сĕтел урлă ун еннелле туртăнаççĕ те, сар хĕр пек курнăçланса ларни килĕшмест. Сĕтелĕ пуян вара: хура вăлча, тĕрлĕрен кăлпасси, чĕрĕ виноградпа дыня. Ай тĕнче! Чăваш сĕтелĕ çинче — чĕрĕ виноградпа дыня! Тĕлĕкре те курман Якку кунашкаллине çак çула çитсе. «Ман пек пурăнма вĕрен, Кăшарнире дыньăпа арбуз çиме пĕл», — тенĕ пек куçне чеен хĕскелесе илет хуçа, черккине те çине-çинех тултарса тăрать.
Сăнакаларĕ студент кĕрекери хăнасене, калаçуран пăрăнмарĕ, анчах куç хĕррипе те пăхмарĕ чăлантан апатçимĕç йăтакан Елян енне, пачах курмарĕ ăна. Хăй те сисмерĕ Якку, пусрĕ эрех, хăлхи мăкланчĕ. Чĕнмен хăнан чапĕ çук тенине илтнĕ-ха каччă. Малтанласа именсе, аванмарланса çеç ларчĕ. Çук, пысăк хăна вырăннех хурса чыслаççĕ ăна кунта, унăн кашни сăмахне чăмламасăр çăтмалли çуллă икерчĕрен пахарах йышăнаççĕ. Вăл çăвар уçсанах пурте шăпланаççĕ, çăвара кĕрсе кайма хатĕр. Çав самантрах черкке çине черкке сĕнсе ĕçтереççĕ. Хăйне мĕн тери хисеплесе юратнине ĕненсех ĕненет ĕнтĕ. Ăнсăртран Еляна асăрхарĕ. Илемлĕ ĕнтĕ вун сакăр çулхи хĕр, чечек. Сăнĕпе ашшĕне туртнă: куçĕсем — пысăк, çутă кулĕ, куç харшисем — пĕкĕ, çÿçĕ — кăтра, йĕтĕн. Сăнĕ сивви çеç.
— Çитĕ, хĕрĕм, килсе лар, кан. Мĕн кирли пурте пур, — Яккупа хăй хушшине лартрĕ хуçа хĕрне. Ларсан-ларсан хĕрпе каччăн сăмахĕ те çыпăçрĕ. Сăра сакки сарлака-çке çав, пĕр ларсан — ларма канлĕ, тăрас килмест. Ларчĕ те ларчĕ Якку, самай килелле шăвăнас вăхăтчĕ ĕнтĕ.
— Пулĕç-ха каччисем, пулĕç… Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмасть. Вĕренкелетĕр. Вун саккăр çеç тултарнă. Тепĕр тесен ак улăп ларать. Авланман-ха, — ыталаса илчĕ Яккуна Егор Васильевич. Унтан тытрĕ те тутинчен чуптурĕ. — Сан çултисем çемьеллĕ пулса пĕтрĕç, хастартараххисем ик-виç ачаллă. Хусах вăл кĕрхи йывăç пекех çап-çара. Тĕкленме вăхăт, ачам. Аннÿ пулсан тахçанахăс парĕччĕ те çав, — тепре ыталарĕ, тепре чуптурĕ, тăварланă хăяра çатăртаттарса çыртрĕ, юлнă татăка Яккуна çăварĕнчен хыптарчĕ.
— Çын куçĕнчен пăхас марччĕ-ха, — мăнкăмăллăн тавăрчĕ студент. — Вĕренсех пĕтересчĕ тетĕп.
— Çитĕ сана ача вăййи выляса. Ак пăх, сан ятушăн хĕр ÿстертĕм. Çынран катăк çÿрет-и? Пирĕн тупра унăн ачисене те çитет. Мухтанать тесе ан кала. Кунта пĕтĕм тăван, çывăх тăван çеç. Çăкалăх çынни çук ман кĕрекере, Яков Васильевич. Юратмаççĕ мана ялта, ыттисенчен лайăхрах пурăннăшăн юратмаççĕ. Ан юратчăр. Вĕсен юратнине çăкăр вырăнне çиес çук. Эпир ĕнтĕ ватăлатпăр. Шанăç çамрăксенче, сирте.
Çамрăксемшĕн тесе черкке çĕклерĕç, шаккаса ĕçрĕç. Юлмарĕ Якку та.
Ай ĕçер-и, ай çиер-и,
Виличчен пĕрле ай пурнар-и-и? —
тăсса ячĕ юратнă юррине кил хуçи.
Кĕçех ташлама тытăнчĕç. Вăт сĕвеççĕ. Ăста купăсçă та кунтах иккен. Яккупа Еляна ташлама кăларчĕç.
— Çамрăксемшĕн! Вĕсен телейĕшĕн! Çĕнĕ çул ячĕпе, тăвансем! — кĕрлерĕ кĕреке.
— Якку, пăх, çырла вĕт! Пиçнĕ çырла! — хĕрне аллинчен çавăтрĕ ашшĕ, Яккупа юнашар пырса тăратрĕ. — Халь тесен халь турăш умне тăрат та пиллесе яр. Турă çырни. Хăвăн умна çитсе тăнă телее курмастăн, Якку. Сан ятушăн ÿснĕ Елян. Хăв хăяймастăн пулсан хам пуçласа парам, кĕрÿ тесе чĕнем.
Вăл хĕрне çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ. Иккĕшне ик тулли черкке тыттарчĕ, тав туса тĕппипе ĕçтерчĕ.
— Тăрăр-ха, ачамсем, килĕшет-и сире юнашар утни? Амăшĕ, кил-ха, атя пыр, çăкăр ил, — хăлаçланчĕ Егор Васильевич. — Çавра çăкăр пурччĕ пулас унта, эпĕ турăш тытам. Пиртен тухнă йăла мар. Килĕр-ха, кăвакарчăнсем, кунтарах, — урай варрине тухса тăчĕ вăл, çавра çăкăр çĕкленĕ арăмне юнашар тăратрĕ, Яккупа Еляна хăйсем умне чĕркуçлентерчĕ.
Те çывăрать Якку, те тăнă çĕртех тĕлĕк тĕлленет. Тĕлĕк тесен тĕлĕкре ал-ура итлекен марччĕ, хускатас тесен те йăшăлт тăвакан марччĕ — чиперех чĕркуçленчĕ. Ара, чим, куçĕ чиперех курать-çке: Елян Кăшарнире пулнă кăвак кĕпине хывса улăштарнă, акăшран та шап-шурă тăра парать. Кăн-н тĕллесе пăхрĕ Якку Еляна куçран. Тартрĕ хĕр куçне, хĕрелчĕ, пуçне усрĕ. Туртăнчĕ Якку, çĕкленме тăчĕ. Егор Васильевич йĕкĕте хулпуççирен вăйлă çеç çĕрелле пусрĕ. Лĕнчĕрех çемĕçрĕ Яккун шăмшакĕ — тăватех иккен эрех хăйĕн ĕçне. Ура çине те тăраймарĕ. Тĕлĕкри майлă явăнать, пĕтĕрĕнет куç умĕнче кĕреке. Тем-тем калаçрĕç, пуçламан çăкăра чĕпĕтсе хыптарчĕç. Лайăхах ăнланчĕ Якку ку спектакле малтанах хатĕрленнине, чун-чĕрипе туйрĕ, анчах тем тăлларĕ ура-алла, чĕлхе-çăвара çыхрĕ.
— Йÿçĕ! Йÿçĕ! — кĕрлеме пуçларĕç хăнасем. Елян хăйĕн пуçне Якку çумнерех илсе пычĕ, çăвартан сывласа тăрать, тутаран перĕнменни çеç. Акă ĕнтĕ чĕркуççи çинче тăракан каччă чип-чиперех ыталарĕ хĕре, хăнасене кăтартсах типĕ тутинчен чуптурĕ. Те куç пăваççĕ, йÿçĕ! те йÿçĕ! теççĕ. Пулчĕ пулас пекки. Пиллерĕç, турăша чуптутарчĕç, ачаллă-пăчаллă пулăр тесе юлашки сĕнÿсем пачĕç. Унтан çамрăк мăшăра кĕрекене лартрĕç. Çынна каласан çын ĕненмĕ. Чăн-чăн куççулех тухрĕ Егор Васильевич куçĕнчен. Арăмĕн куçĕсем те шывланчĕç. Вăл та ачисене чуптурĕ.
Çапла пуçланчĕ тĕлĕнмелле туй. Çамрăксене чашкичашкипе шур çăмарта шуратса çитерчĕç. Пĕр çăвара хап çеç хыпса ячĕ Елян çăмартине. Курман халиччен Якку пуçламан çăмартана пĕр çăвара хыпнине.
Ахăрма-кулма, шавлама-кĕрлеме тытăнчĕç хăнасем, кĕрекере ларакан хĕрарăмсем туй арăмĕсем пулса тăчĕç, туй юрри янратма пуçларĕç. Сассисем епле! Туй курки çĕклеççĕ те туй курки чанклаттараççĕ. Хĕрне саваççĕ те каччине мухтаççĕ, чаплаттарса кавлеççĕ те чанклаттарса ĕçеççĕ, тулли кĕлеткисене лăстăр-лăстăр силлеççĕ.
— Камăн пур ман пек хĕр? Ĕçре пиçнĕ вăл, — çинеçинех ырлать ашшĕ хĕрне Якку кăмăлĕ пăсăлнине сиссе.
— Атте, тулĕк Яккусен пуртне манăн койка кĕреймест пуль, питĕ лапчăк та, — сăмах хушрĕ Елян та.
— Ан шиклен. Пÿрт тăвăрри тĕнче тăвăрри мар, пÿрт пĕренисене тĕртсе сарма вăй çитерĕпĕр, — лăплантарчĕ ашшĕ, кула-кула ыталарĕ çамрăксене.
Ян та ян каять йÿçĕ! тенĕ ÿсĕр сасă. Кантăксене чĕтретсе янăрать юрă.
Ир еннелле туй Якку килне кĕрлесе çитрĕ: çĕнĕ çынсем малта, унтан Елян ашшĕпе амăшĕ, хăнисем туй юрри юрласа пĕтĕм яла янратрĕç, тутлă ыйăхран вăратрĕç. Пĕрисем Яккусен хапхи умĕнче ташша сикеççĕ, тарăн юра ташласа такăрлатма васкаççĕ, теприсем пÿртре пĕчĕкçĕ сĕтел çине апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Ара, Егор Васильевич хушнипе ĕçмелли-çимелли сумки-сумкипе йăтрĕç вĕт çырма урлă. Туххăм тулса ларчĕ Уляçăн пушă сĕтелĕ. Эрнипе туя хатĕрленсе пĕçернĕ тейĕн. Ял халăхĕ туя пынă çĕре йăтăнса ларать сĕтел тулли юр-вар. Тĕлĕнсе тăраççĕ çынсем: хăçан кам хатĕрленĕ ку апат-çимĕçе? Уляç хăй те иккĕмĕш кун çук-ха ялта, куккăшĕ патне Куславккана кайнăччĕ.
Урăлма памарĕ Егор Васильевич кĕрÿшне, черкке тултарсах тăчĕ те, çĕклейми пулчĕ Якку кĕлетки-çурăмне. Хăнасем саланнă-саланман ывăнса сÿсленнĕ кĕрÿ чăмаккипех кив путмар çине кĕрсе выртрĕ. Елян кил-çурта типтерлерĕ, тухса хапха питĕрчĕ те каччă çумне пырса ларчĕ.
— Яша, — вăтанчăклăн чĕнчĕ ăна ятран. Унтан май килнĕ таран хывăнтарчĕ, унпа юнашар кĕрсе выртрĕ.
Туй вĕçленчĕ. Яккун çемьеллĕ пурнăçĕ пуçланчĕ. Улшăнчĕ çамрăк пурнăç, кукăрăлса кайрĕ пурнăç çулĕ.
…Унтанпа вара çирĕм пилĕк çул çитет тепĕр виçĕ уйăхран. Çирĕм пилĕк çулта çирĕм пилĕк кукăр тумалăх та пур çав вăхăт. Ларать Якку кăвайт умĕнче иртнине аса илсе. Качака ăсĕ кĕрет мар-и этеме хытăрах ĕçсе ÿсĕрĕлсен? Çавăнпа-çке эрех ăслине çурма ăса хăварап, ухмаххине пачах пĕтереп тесе калать тет. Вăт мĕн тăвать эрех, вăт мĕн тăвать. Чĕрĕллех пуçа çиет…
Кранк! кранк! илтĕнсе кайрĕ Яков Васильевич пуçĕ тăрринче. Арçын шухăшĕ татăлчĕ, вăл тÿпене тинкерчĕ.
Икĕ çăхан вĕçет-мĕн чăрăшлăх çийĕн. «Э-э, эпир ача чухне кунтан инçех те мар çăхан йăви пурччĕ, — мăкмăк хускатса илчĕ вăл тутине. — Чим-ха, чим, çăхансем пирки Уляç аппа та анне каланисене аса илетчĕ. Этем чĕрине мул çиет, çăхан чĕппине хурт çиет тенĕ пулать анне. Мул та хĕрхенсе çыртмасть, хуртран хытă чĕпĕтет, çынна чĕресĕр, пуш-пушă хăварать. Янтă хыççăн ан кайăр, ĕçпе малта пулăр, тăнпа-пуçпа шухăшласа çÿрĕр. Çăхан ан пулăр, вил кайăк хыççăн ан кайăр тесе калатчĕ тет анне. Ватă та пулман вăл, мĕн тери ăслă каланă. Эх, мантăмăр пуль çав ватăсем вĕрентсе каланине, хамăр ăспа пурăнма пăхрăмăр».
Тата çине-çинех кранклатрĕç çăхансем.
«Эсир те ÿстерейместĕр ав йыша, тăлăххăн вĕçетĕр, — шухăш çыххине татмарĕ Яков Васильевич. — Никамран хăраман кайăк та йышне ÿстереймест. Хам куçпа курмасăр та ĕненместĕм. Куртăм, çăхан чĕпписене чĕрĕллех хурт çинине хам куртăм. Ача чух юри хăпартăмăр йывăç çине. Вил какайпа тăрантать те чĕпписене, вил какай шăршипе йăвана шăнасем иленеççĕ пулмалла. Çăмарта хурса хăвараççĕ те, лешĕсем вара имшеркке çара чĕпĕсене чĕрĕллех çиме тытăнаççĕ… Эсĕ те пĕтрĕн, Венера, çамрăк пуçна çирĕн. Устереймерĕмĕр йыша, çăхан пултăмăр. Ах, çав вăхăта каялла тавăрма пулсанччĕ те çав…»
Вĕçсе кайрĕç çăхансем, арçын куçĕнчен таçта-таçта çухалчĕç.
…Ирпе вăрансан вырăн çинче хăйпе юнашар хĕр выртнине курсан çÿçенсе илчĕ Якку. Елян вăрăм урине утиял çине кăларса хунă, ача пек тутлăн мăшлатса çывăрать. Тăрса ларчĕ Якку, васкамасăр тумланчĕ, тухса выльăхсене апат пачĕ те лупас айĕнчи хăмасем çине тĕрĕнчĕ… «Ира, мĕн туса хутăм, Ира!» — сасăпах мăкăртатрĕ вăл. Ăшĕ çуннипе çăвара юр та хыпса пăхрĕ. Çăварне вара çырма хĕрринчи шултра хăйăра тултарнă тейĕн, кăчăртатса-шăтăртатса тăрать шăл хушшинче, армутирен йÿçĕ.
Çук, шыв сапса та сÿнтерейместĕн ăш-чикри кĕрлесе çунакан вутта. Иртмест хумхану. Чăтаймарĕ Якку,
аслăк çине хăпарчĕ, типĕ утă çине чĕркуçленчĕ. Те армути йÿççи кĕчĕ куçне — шалкăм çумăр чашлаттарса анчĕ. Амăшĕ урай варринче пĕтĕрĕнсе авкаланнă чух çапла пусарса хунăччĕ ăна темле вăй.
Мĕн вăхăтра юхма чарăннă куççулĕ — астумасть халь Якку. Йăлтах типĕ утă ăшне сăрхăнса кĕнĕ пулас. Унтанпа куççульпе макăрса курман вăл. Çапах та аслăк çине хăпармассерен паян кун та темскер куçне кĕрсе йÿçĕтет. Çав кун астуса юлчĕ çирĕм виççĕри каччă этем чĕри мĕн тери хытă ыратма пултарнине.
Малтанласа кил картинче çынсем калаçкаланине илтсех выртрĕ вăл, шăнса кăчăр пулма пуçланине те чиперех туйрĕ. Тахăш самантра хăлхари сасăсемпе куç умĕнчи тĕссем ылмашăнма, выляма пуçларĕç.
— Тăр, ачам, шăнса пăсăлатăн вĕт, — питĕнчен ачашларĕ ăна амăшĕн алли. Çĕклесе илчĕ пĕчĕк Яшука, пÿрте йăтса кĕчĕ. — Аслă пичче сивви ку, ачам, шăнтăн пуль, ăшăтам-ха, — çупăрларĕ те çупăрларĕ амăшĕ. Ăшă, ырă Яшука, канлĕ амăшĕн аллинче. Утьăкка сиктерсе çывăратать вăл ывăлне. Кĕç тата Уляç сăнĕ курăнса каять. Ятлать Уляç, тем те пĕр калать пек. Уляç сассиех хăлхара:
— Ирăна юрататăп тетĕн. Юрататăн! Юратни çапла-и вăл? Юратушăн çунакансем вута, пуля-çĕçĕ айне кĕреççĕ, маччана пăхса выртмаççĕ. Пăру эс, çуламан пăру!
— Ан тивĕр ман ачана, вырттăр, канлĕ çывăртăр! Çывăр, ачам, çывăрах. Ыйху тутлă пултăрах, — янăрать хăлхара амăшĕн çемçе сасси.
Кĕç такам алăри ÿт-тире сÿме тытăнчĕ. Ыратнине ан туйтăр тесе темле çынсем кăтăклама тытăнчĕç. Кулас марччĕ, ахăлтатмасăр чăтаймастăн. Каçса кайса кулнипе чĕри тĕлĕнче чĕпĕтет.
Каллех амăшĕ пырса тăрать, каллех йăпатса çывăратать. Канлĕ, ăшă…
Вăйран кайиччен силлерĕ Егор Васильевич аслăк çинче вилнĕ пек выртакан кĕрÿшне, силлерĕ, çĕкле-çĕкле печĕ, нимле те вăранса çитеймест лешĕ.
— Кама кирлĕ эс алсăр-урасăр юлсан? Аллусене тăм илтерсе янă, катăк, — вăйпа çĕклесе илчĕ те лÿп пăрахрĕ
Яккуна. — Атя çын сисиччен йăвала аллусене, вылят. Уç куçна, мемме! Ял умĕнче намăс кăтартас тетне? Каччи туйран тухса тарнă теччĕр-и? Вăран, атя хускалкала, — çилленсех кайрĕ кĕрÿшĕ вăранса çитменнине курса, йăнкки-янкки çутăлтарса ячĕ питрен.
Аран-аран куçне уçрĕ Якку.
— Пăх аллусене! Тепрер сехет выртнă пулсан мĕн пуласса пĕлетне, ачам? — сассине чакарчĕ Егор Васильевич. — Атя тăркала. Ял-йыш пухăниччен çын пул.
Чарах уçăлса кайрĕç Якку куçĕсем. Мĕн пулса иртнине тинех ăнкарса илчĕ вăл. Аллисене сăтăрма, пурнисене вылятма, питĕрленсе, сывлăш вĕрсе ăшăтма тытăнчĕ.
— Мухтав турра, урусем чиперех-и? — Яккуна хулпуççинчен тĕрелесе вăйпа ик-виçĕ утăм уттарчĕ Егор Васильевич. — Ĕçлеттер аллусене, пĕчĕккĕн вылят, хытсах ларман, больницăсăрах иртет. Пĕрер черкке вĕрилентерсе ярăпăр та çил арманĕ патне чупса кайса кил. Унсăрăн кăлараймастăн ку сивве. Итле аçуна, — аслăк çинчен антарма васкарĕ ăна хуняшшĕ.
Вĕри эрех илсе тухрĕç… Кăларчĕç сивве, тем вăхăтран пÿрте чиперех пырса кĕчĕç.
Кăнтăрлапа Егор Васильевич лаша кÿлсе килчĕ. Мĕн ăс кĕчĕ Яккуна: пĕр сăмахсăр тумланчĕ, ял совет ĕçтăвкомне чип-чипер кайса çырăнса килчĕç, хут çинче упăшкипе арăмĕ пулса тăчĕç Яккупа Елян. Каллех хăна пухăнчĕ. Егор Васильевич ачисене пил укçи тесе пĕрер пин тенкĕ вĕр çĕнĕ вун тенкĕлĕхсем тыттарчĕ.
Тепĕр ирхине çамрăксем иккĕшĕ икĕ еннелле: Якку — Шупашкара, арăмĕ — Тĕрлемесе тухса кайрĕç.
Шупашкара çитсенех Хусана, Ира патне, Кăшарни мыскари çинчен пĕлтерсе çыру ячĕ çĕнĕ кĕрÿ. Юлашки çыру пулчĕ ку. Çыру çеç мар, çамрăксем Кăшарни ларасси те пĕтрĕ çав çултан вара. Хурав памарĕ Ира, хĕллехи каникула та яла таврăнмарĕ.
Унтанпа хирĕç тăрса сăмах хушман вĕсем. Туй хыççăнах сивĕнчĕ Яккун кил ăш-чикĕ. Шăкăл-шăкăл калаçу таçта кайса çухалчĕ. Ăшă кулă та, сайра килен хăна пек çеç, чĕнсен те, тем пек кĕтсен те пырса çÿреми пулчĕ.
Якку хăй те ăшăнса çитеймерĕ аслăк çинче кĕлеткине сивĕ витнĕ хыççăн. Çав куна аса илтермех пăрăнчăк пулса юлчĕ тăм илнĕ кача пурни.
Нумай калаçтарчĕ Якку туйĕ ял çинче, нумай чĕлхене кĕçĕттерчĕ. Каткара йÿçекен пăрака майлах кĕрлерĕç, кашнин чĕлхи çинче Елян та Якку, Якку та Елян. Тем тĕрлĕ ятлаканĕ те, хĕрхенекенĕ те пулчĕ. Çамрăксем хушшинче хисепрен тухрĕ Якку.
— Çын сăмаххинчен ан хăра, — вĕрентсе ăс пачĕ Еляна ашшĕ. — Çын чĕлхи — пăру хури пек, çапкаланать-çапкаланать те лăпланать. Ял çынни — хапха айĕнчи йытах вăл, кăшт сас-чĕвĕ илтнипех хамлатса вĕрме пуçлать. Вĕрет-вĕрет те, каларĕ тейĕн, лăпланать тепрер сас пуличчен. Эс шăлна çырт та ĕçне ту, пăрăнса ут çынран, ан вĕчĕрхентер унăн чунне. Çынна мар, хăвна пĕл. Пĕр Якку çеç мар авланакан, пĕр Елян çеç мар качча каякан. Мĕн илтнине, пĕр кассине, ура айне хума пĕл: кĕрĕве илĕртме ан вĕрен, пули-пулми сăмаха арçын хăлхине кĕртме ан тăрăш, — вĕрентрĕ вăл хĕрне.
Итлерĕ Елян ашшĕ вĕрентсе каланине, çын çинипех çÿхелекенни пулмарĕ, икĕ уйăх упăшка мĕн иккенне пĕлменскер, ял-йыш сăмахне хăлхана чикмерĕ. Кашни шăмат кун Тĕрлемесрен канмалли куна килет те тÿрех Яккусен хапхине уçса тăван килне кĕнĕ пекех кĕрет, ĕç çумне çыпăçать. Çак çуртра çуралса çак çуртра ÿснĕ тейĕн. «Кам тăва пĕлнĕ ăна, ну, çирĕп те, цементпа çăрса гипспа хытарнă, тупата, вăл хĕре», — тĕлĕнетчĕ Якку аппăшĕ. Тĕлĕнмесĕр. Мĕнле килсе кĕчĕ, çапла хуçа пулчĕ, пĕр уйăхрах хăнăхрĕ. Сĕтел-пукана çавăрттарчĕ, малтанласа аппа та аппа тет. Тата ăçта мĕн илсе лартмалла, ăçта мĕн илсе çакмалла — тÿрех пуçларĕ йăтма. Шартлама сивĕсенче ăшша пиçсе тĕк-çÿç вĕçтерсе çÿрет, çĕвĕ машини пекех йăрлатса чупать алăкăн-тĕпелĕн. Елянăн пĕртен-пĕр ĕмĕчĕ, çемье çавăрасси, хăйĕнчен малтан çуралнă тейĕн. Ашшĕ килĕнче мĕн вĕреннине тÿрех упăшки килĕнче тума васкарĕ, кив пÿрте çĕнĕ сăн кĕртрĕ. Текех çĕнĕ чÿрече каррисем, çи виттисем, тĕрĕсем йăтрĕ, тем те пĕр çакса тултарчĕ. Чăнах та, çуталсах кайрĕ
пурт. Çăмарта тума ларас чăх пек кускаларĕ, кайăк йăвине тĕк-çÿç туртнă пекех пуçтарчĕ. Мĕн ачаран вĕреннĕ йăлана улăштармарĕ Елян, чараканах та пулмарĕ те. Уляç тесен, Уляç кинĕпе шăллĕ хушшине кĕместчĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ халь тин, пурăнччăр тетчĕ. Шăкăл-шăкăл ăшă сăмах-юмах çукчĕ иккĕшĕн хушшинче. Сайра тĕл пулатчĕ çамрăк мăшăр, çапах кÿреннине кăтартмастчĕ кинĕ, юрамах тăрăшатчĕ. Институт пĕтермесĕр яхăнне те яла таврăнма килĕшмерĕ Якку, çын куçĕнчен пăхма шутламарĕ. Пурăнкаларĕç аран-аран, пĕри унта, тепри кунта, чикансем майлă.
Елян кĕçех вĕренсе пĕтерчĕ, колхоз правленине бухгалтер пулса таврăнчĕ. Ик çул çине те кайрĕ пĕрлешни, ăшши çук иккĕшĕн хушшинче. Чăтрĕ-чăтрĕ Елян, упăшки пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ чух хĕллехи каникула килсен каçхи апат хушшинче мĕн каламаллине пĕтĕмпех каласа хучĕ:
— Апат çиетĕн, Яша, пуçна чашăк çинчен çĕклеместĕн; виçĕ кунта виç сăмах чĕнместĕн. Хăçанччен капла пĕччен хăмла шалчи пек пурăнас ман? Пĕренепе юнашар çывăрма выртсан та çурăма ăшăрах пуль. Шăрăх кун ăшша пиçнĕ çын шыва сикнĕ пек пĕр шухăшласа тăмасăр качча тухма килĕшрĕм. Юратрăм сана. Атте те ырлатчĕ, хытă килĕштеретчĕ. Хам ывăл пекех туйăнать тетчĕ. Юратнă çынна качча каятăп тесе хĕпĕртерĕм. Мĕне тăчĕ эп хĕр пулса ÿсни, йыт çÿппилĕх çеç пулчĕ. Йÿне кăлартăн мана. Вăрманти курăка та выльăх ури унашкалах таптаса ватмасть. Çак вăхăтра пĕрре ачашласа ăшăтмарăн. Çирĕме кайрăм. Еплерех кушăхать улăхри çулнă утă. Эпĕ те çавах-çке, Яша. Сивĕтрĕн хăвран, хăртăм эпĕ. Хунав ямасăрах хăртăм. Пулмарĕ ĕнтĕ пирĕнтен латлă çемье чăмăртасси. Сан уруна çунă шыва та ĕçме хатĕрччĕ эп. Хытă юратрăм сана, куçран пăхма именеттĕм. Типĕтрĕн. Ман юратăва курмарăн… Уйрăлар пĕрех хут. Атте патне таврăнатăп.
Чĕнмерĕ Якку. Пулмарĕ калаçу. Уйрăлас тăк уйрăлас, упăшки хирĕç мар. Темиçе кун сăмах чĕнмесĕр çÿрерĕ Елян, ашшĕ килне таврăнма хатĕрленсе япала пуçтарчĕ.
Çук, пулмарĕ çавăн чух уйрăлса пĕтесси, йăпатса çавăрчĕ ашшĕ иккĕшне те: «Ак кĕрÿ вĕренсе тухать те, театртан театра çеç çÿрĕр. Çăмăл машина илсе паратăп», — терĕ.
Итлерĕç. Чашăк-тирĕк шăкăртатса илчĕ те лăпланчĕ.
Часах диплом илчĕ Якку, инженер пулса тăчĕ. Хуняшшĕ куçĕнчен айккинерех пăрăнас шухăшпа хулана ĕçлеме юласшăнччĕ, май тухмарĕ. Шупашкарта хваттер çукки чăрмантарчĕ. Йĕкĕлтерĕ, куçранах кулчĕ Егор Васильевич кĕрÿшĕ хула пурнăçне ăмсаннăшăн.
— Хă, хулара ансат пулмасăр. Тырă пулать-и, пулмасть-и — çăкăрсăр лармасть хула çынни. Çемçи, ăшши, шап-шурри кирлĕ ăна — кÿпĕнсе кайиччен çи! Ĕне усрас, утă-улăм хатĕрлес терт çук — сĕчĕ-çăвĕ умран юличчен. Пĕр ĕç килĕшмесен тепĕр вырăна вĕçтер — чаракан çук. Ĕçрен таврăн та — пĕççе тăратса вырт. Вăт ырлăх!
Пĕтĕмпех килĕшет Якку хуняшшĕ сăмахĕпе, анчах хулари ансат пурнăçа ăмсанмасть вăл.
Якку институт пĕтернĕ çул çĕршыври ял хуçалăхĕнче тĕрлĕрен пăтăрмахсем пулса иртрĕç, кÿршĕллĕ районсене те пĕрлештерсе пысăклатрĕç. Çавна пула вĕсен районĕнче «Сельхозтехника» пĕрлешĕвне те специалистсем кирлĕ пулчĕç. Якку ĕçе унта вырнаçрĕ. Егор Васильевич çамрăк çемьене çăмăл машина туянса пачĕ. Савăнчĕ Елян, кунне-çĕрне манчĕ, кил карти тулли хуркăвакал, выльăх-чĕрлĕх туянса ячĕ. Пысăк хуçалăх тиенчĕ ун хулпуççийĕ çине.
Ялтан яла, колхозран колхоза кунĕн-çĕрĕн çÿресе сÿсленетчĕ Якку, хăш чух ураран ура иртместчĕ, килти хуçалăх çине çаврăнса пăхма та вăй-хал юлмастчĕ. Чунне парса, тăрăшса, ĕçне юратса, килти çинчен манса кайсах ĕçлетчĕ вăл. Часах районĕпех пĕлсе çитрĕç ăста инженера. Хисеплетчĕç ÿркенменшĕн, ĕçне пĕлсе, юратса тунăшăн.
Темиçе уйăхранах Яков Васильевича район центрĕнче хваттер уйăрса парасси çинчен калаçрĕç те, çунат хушса таврăнчĕ Якку киле. Хĕпĕртесе ÿкнĕскер арăмне те савăнтарас терĕ. Чĕрине лăштах çăмăл пулса кайрĕ.
Анчах нумая пымарĕ савăнăç. Çав каç вĕсем патне Егор Васильевич пынăччĕ те, шухăшсем пĕр килмерĕç.
— Кĕрÿ, сан пек вĕреннĕ çын ялта — патша вырăнĕнче, — килĕшмерĕ Яккупа хуняшшĕ. — Арçынна сакăр çухрăм утасси мĕн вăл? Автобуссем те йĕркеллĕ çÿреççĕ, ярăн та ярăн вăйпитти чух. Машину мĕн валли тата? Район центрĕнчи пурнăç пурнăç тетĕн-и? Унта алса пысăкăш çĕр лаптăкĕ касса парĕç те сана — пăхса лар ăна: те çĕр улми лартмалла унта, те улма-çырла. Вăт, шутласа пăх лайăхрах. Тавай кунтах пÿрт лартма хатĕрленес. Уй хĕрри ирĕк. Юпине кăшт туларах сиктерсе ларт та — вăт сана вунă йăран сухан пулчĕ те. Сад лартса ĕрчет. Ан ÿркен.
Пĕр сехет каялла çеç ĕмĕчĕпе район центрĕнче асфальт сарнă урампа утатчĕ Якку, пуçĕ самаях çĕкленнĕччĕ, хуняшшĕ темиçе сăмахпах шатăртаттарса хуçрĕ хытман çунатсене. Сăмах чĕнме те памарĕ. Енер çеç емешĕл хумханса ларакан йывăç-курăка кĕрхи сивĕ шăнтса хуратнă пекех шăнтса ячĕç çак сăмахсем Яков Васильевича, çу варринчех хуп-хура тăм ÿкрĕ çав каç ун чĕринче, хăярпа помидора пĕтерекен хура тăм.
Кĕр çитрĕ. Çĕр те шăнчĕ. Каçсем тĕттĕмленсе, вăрăмланса пычĕç. Çанталăк сивĕтрĕ. Егор Васильевич илсе панă хаклă машина та ăшăтмарĕ Яккупа Елян хушшинчи сивĕ сывлăша. Йĕпе-сапара Якку каçсерен киле таврăнми пулчĕ, общежитинчех вырткаласа тăчĕ. Елян та тунсăхларĕ. Çанталăкĕ те тухса кĕмелле мар лапраçĕпреллĕ, кунĕн-çĕрĕн вĕтĕ йĕпхÿ пĕрĕхет. Çил хăваланипе тĕлĕнмелле чĕр чун пек упаленсе-йăваланса пыракан çăра тĕтре ял-ял çийĕн, уй-хир çийĕн йывăçсене перĕне-перĕне шăвать, чун-чĕрене пусара-пусара хăварать. Кĕленче савăтра тытакан чечек евĕр кунсерен шанса, шуралса пычĕ Елян. Çын курман чух темле сĕлĕх юнне ĕмет тейĕн.
Хĕл те ларчĕ. Çуна çулĕ выртрĕ. Туртмасть Яков Васильевича çуна çулĕ ял еннелле.
— Пулмасть капла çынна култарса пурăнса, уйрăлас, — терĕ пĕррехинче Якку канмалли куна килсен. —
Эпĕ заявлени çыртăм. Пĕрне-пĕри юратмасăр епле пурăнса ирттерĕн пурнăçа?
— Халь тин ăçта каяс ĕнтĕ ман? Атте патне хырăма каçăртса пырса кĕрес-и? Каймастăп, — çирĕппĕн тавăрчĕ арăмĕ.
Кăн-н пăхрĕ арçын.
— Тăваттăмĕш уйăх… Хăсса вилеттĕм… Çуратас та мар тесе малтанах шарламарăм. Нимĕн те сисместĕн. Пурăнса пĕтерейĕп-и, пĕтереймĕп-и, атя хама юлташ ÿсет, çуратас терĕм.
Йăшăл-л турĕ Якку чĕри. Куçĕ умне темшĕн сатин шăлавар тăхăннă арçын ача тухса тăчĕ, тарăн кĕрте ишсе аран-аран утать пек шăнса кÿтнĕскер. Аса илÿпе куçĕсем те шывланчĕç.
— Апла эппин. Юрĕ, пулни-иртни пултăр. Асăрханса çÿре, — пĕрремĕш хут ăшшăн пăхрĕ арăмĕ çине Якку. Çак самантра унăн пулас ачи хăй пек тăлăх та нушаллă ан ÿстĕр тесе тем туса хума хатĕрччĕ Яков Васильевич. «Пирĕн ачасем эпир курнине ан курччăрччĕ», — тем таран пăлханса çывăрса каяймасăр выртрĕ вăл, уйрăлас тесе çырнă хут çинчен те манчĕ çав каç.
Çап-çутă уйăх кантăкран пăхать, пÿрт ăш-чиккине çутатать. Сарай енчен вăрăм мĕлке, çÿллĕ тополь мĕлки, ÿкнĕ. Ыйхă вĕçнĕ Якку кăштăртатса тумланчĕ, кил хушшине тухрĕ. Тÿпери çăлтăрсем ялкăшса ÿпĕнсе кайнă урапа тĕнĕлĕсене кăнтарса выртнăн курăнаççĕ. Çурçĕр еннерех, чăрăшлăх тĕлĕнче, Шурăмпуç çăлтăрĕ хĕмленет. Нумай пăхса тăраймастăн ăна, куç хăй тĕллĕнех хĕсĕнет унăн сивĕ çутине пăхса тăнăçемĕн. Пĕр макăрас темен çĕртех куçран сивĕ куççуль сăрхăнать. Тем аса илсе шартах сикрĕ Якку, шăм-шакĕ çÿçенсе илчĕ. Кăшарни каçне аса илтерчĕç-мĕн çăлтăрсем, халь-халь Ира: «Килетĕн-и? Мĕнле пурăнатăн?» — тесе ыйтассăнах туйăнать.
Тăчĕ-тăчĕ те, варкăшса вĕрекен çилпе çунакан çурта çути тайăлнă пекех, тайăлчĕ, картлашка çине ларчĕ. Çав каçран района куçса каяс шухăш та Якку пуçĕнчен тухса ÿкрĕ. Часах Света çуралчĕ, шел, тăватă уйăхрах ÿпке шыççипе вилчĕ, алла пулмарĕ. Венера вара ашшĕпе
амăшĕн хушшинчи çурăка саплама васкамарĕ, тепĕр икĕ çултан тин çуралчĕ. Кайран-малтан ача-пăча юмаххи тек пулмарĕ Елянăн. Пĕр-пĕччен ÿсрĕ Венера, ачаллах хăйне ытларах юратса ÿсрĕ. Пĕччен ача ача мар тенĕ те ватă çынсем. Итлемерĕ Елян, яхăнне те килĕшмерĕ тек. «Ман хама юлташ пур, кирлĕ пулсан хăв çурат», — текелерĕ.
Çав çул уй хĕрне уйрăлса тухрĕç вĕсем, çуртне кирпĕчрен купаларĕç: вун икĕ чÿречеллĕ, шап-шурă кермен пек пÿрчĕ пуçне хĕвеле хирĕç кăнтарса ларать.
…Тапранми ларать шухăша путнă Яков Васильевич кÿлĕ хĕрринче. Ĕнтĕ кăнтăрла та çитсе пырать. Çатăртатса çунать кăвайт, чуна ăшăтса канлĕх парас вырăнне пĕтĕм ăш-чике çунтарать, кăмрăклатать асаилÿ. «Çавнашкал лару-тăрура хамран хăпми ĕç тупрăм та текех пăтрантăм, ĕçре йăпанаттăм. Венера епле ÿснине курмасăрах юлтăм. Ачашларах пăхрăмăр çав эпир ăна, Света вилсен пĕрререн иккĕ пулать терĕмĕр-ши? Кăçалччен хĕршĕн усал ят илтменччĕ. Хăçан, кам пăрса ячĕ пуль ăна çултан?» — хăйпе хăй калаçать арçын такамран хурав кĕтсе. Çук хурав паракан. Çăра хăмăш, серте курăк, çÿллĕ те лапсака упа сарри — йăлтах шăнса хуралнă, шăпланнă, йăшăлт та тумаççĕ, кăпăшка юрпа витĕннĕ. Вăрман та ыйхăра, пĕр сас-чÿ илтĕнмест. Пĕр шутласан, пĕтĕм тĕнче вилсе пĕтнĕ тейĕн. Анчах, чимха, чĕрĕ чăрăш шăрши кÿлĕ енчен епле каплана-каплана килет. Кÿлĕ хĕрринерех унăн шăрши уйрăмах çăра, çăтса ямалла мар. Вăт сывламасть те эсĕ ăна! Нимле юр та, нимле сивĕ те хуплаймасть ун шăршине.
«Эй, мăнтарăн çутă тĕнчи», — хаш сывлать Яков Васильевич. Авланнăранпа илтмен вăл вăрман сывланине. Тунсăх хыççăн кайман, чĕри çеç мар, хăлхи те мăкланса ларнă иккен иртнĕ çирĕм пилĕк çул хушшинче. Çут çанталăк илемне этем куçĕпе мар, чунĕпе, чĕрипе илтсе туять иккен. Паян пĕрремĕш хут ăнланчĕ çакна Якку, ăнланчĕ те çирĕм пилĕк çул каялла Ирăпа йĕлтĕрпе ярăнма килнине аса илчĕ. Кунĕ хĕвеллĕччĕ. Чăнкă тăвайкки ахахăн-мерченĕн йăлтăртатрĕ çав кун, вăрман сывланине пĕрремĕш хут тăрса итлерĕç.
— Итле, Якку, мĕнле хашлатса сывлать вăрман, — терĕ Ира.
Малтан нимĕн те илтеймерĕ каччă, кайранрах чăнах та хăй хăлхипе хăй илтрĕ. Хаш сывласа илет те вăрман шăпланать, унтан каллех хаш-ш хашлатать. Чĕрĕ вăрман, сывлать. Ак паян тепре илтрĕ Якку вăрман сывланине.
Йĕр йĕрлекен сунарçă майлах пĕр йĕр çинчен тепĕр йĕр çине, пĕр асаилÿрен теприн çине сике-сике ÿкет шухăш, иртнĕ кунсем пĕрин хыççăн тепри ярăна-ярăна тухаççĕ. Темиçе çул тертленчĕ Якку Ирăна манаймасăр. Чылай пурăнчĕ Ира качча тухмасăр, институт пĕтернĕренпе пилĕк çул та иртнĕччĕ пулас, пĕчченех пыркалатчĕ яла. Тем чул курса калаçас тесен те курманччĕ.
Пĕрре çапла, хĕлле çăл патне шыв ăсма ансан, тĕл пулнăччĕ иккĕшĕ. Якку алă вĕççĕн икĕ витре йăтнăччĕ, сăрталла хăпаратчĕ. Ира, пушă витрисене кĕвентепе хулпуççи урлă çакнăскер, пас тытнă йăмрасем çумĕпе çăл патнелле анатчĕ. Хирĕç пулчĕç, куçĕсемпе пĕрне-пĕри тĕллерĕç. Сăрлатса-çÿçенсе илчĕ Якку шăм-шакĕ, тăнлавне вĕри хум пырса çапрĕ. Сывлăх сунчĕç. Кăшкăрса ярас килчĕ Яккун, тутине мăк-мак тутарчĕ.
Иртсе кайма тăнăччĕ хĕр, çулне пÿлчĕç тулли витресем.
— Ира, тархасшăн, пĕр минут та пулин тăр-ха, ман санпа калаçмалли пур…
Шуралса кайрĕ хĕр, умри хĕвел çутипе кăваккăн та сиввĕн йăлтăртатакан юр тĕслĕ пулса кайрĕ. Якку чĕринче вĕресе-кĕрлесе çÿрекен хăватлă туйăм çурхи шыв кĕпере татса янăнах кĕрлесе анчĕ.
— Ира, пулмарĕ ман пурнăç. Пурăнаймастăп эп сансăр. Уйрăлатăп Елянран. Тĕксе ан яр мана…
Йăл кулам пек пулчĕ Ира, куçĕ ялкăшса илчĕ. Куçри вут арçынна шăнтса ячĕ. Тем самантра хĕвел пĕлĕт айне пытанчĕ, шап-шурă юр туххăм тĕксĕмленчĕ. Те Якку куçĕ хуралса килчĕ-ши — чăтаймарĕ:
— Ир тăрсан та, каç выртсан та сан çинчен шутлатăп, Ира. Юрататăп эп сана. Пурнаймастăп сансăр…
— Тивĕç мар эс юратăва. Чăрмантарса ан тăр, васка-
малла ман, — айккинелле пăрăнчĕ Ира. Витрисене тултарчĕ те тепĕр сукмакпа хăйсен килĕ еннелле утрĕ.
Çаврăнса пăхмарĕ хĕр. Тути чалăшса-чалăшса пычĕ Яккун, пичĕ çинчи пĕр-ик шăнăрĕ сасартăк кĕскелсе ларчĕç те пит-куçне пĕркелесе хучĕç. Чалăшнă тутине турлетме хăтланса тăнă вăхăтра чышкисем те хăйсем тĕллĕнех чăмăртанчĕç. Ниепле те лăпланаймасăр чĕтренсе-тарăхса пырса кĕчĕ кил хушшине, тулли витрисене кĕрт ăшнелле ярăнтарчĕ.
— Витре айăпа кĕчĕ-им? Мĕн тулхăратăн? Мĕн пулчĕ? — янăраса кайрĕç Елян сăмахĕсем. — А-а, чим-ха, Ира килнĕ терĕç-çке ĕнер, куртăн-и? Ухмах курăкĕ хыптарса ямарĕç пулĕ-çке, чĕтресе çÿретĕн?..
Сиксе пычĕ Якку арăмĕ патне, хăй те сиссе юлаймарĕ, урă пуçпа тăп-тăрă кун çутинче тăсса пачĕ арăмне хулпуççи урлă.
Çав çулхинех ял çинче: «Елянпа колхоз председателĕ Иван Кириллович кăнтăрлахи апат вăхăтне пĕр диван çинче ирттереççĕ», — тенĕ сăмах сарăлчĕ. Çилленме, кĕвĕçме ахаль те вăй-хал юлманччĕ Яккун. Тахăшĕ тата почта ешчĕкне çыру пырса янă:
«Председатель пÿлĕмне Елян мĕнле кĕнине куратпăр, тухнине курмастпăр. Çапах та каçхине çав пÿлĕмре вĕсем мĕн хăтланни чÿречерен аванах курăнать. Елян председатель мăйĕнчен çĕлен пекех явăннине лампа çути телевизор çинчи пекех тап-таса кăтартать. Яков Васильевич, инçетре ĕçлетĕр, курмастăр пуль çав пурне те», — тенĕ çырура.
Чĕрĕ суран çине тăвар сапнăнах пулчĕ ку. Темиçе хутчен те калаçса пăхма хăтланчĕ упăшки, сăмаха пÿлчĕ Елян, хартлатрĕ:
— Аслă бухгалтера лартнăшăн кураймаççĕ. Асту, çĕтĕлсе çурăлса ан кай çав суя сăмахшăн! — татса хучĕ хаяррăн. — Юрататăп пулсан вара мĕн? Ĕмĕр тăршшĕпе санпа, сивĕ юпапа, выртса пурăнĕ тетĕн-им? Хĕрарăм пуль эп, хĕрарăм, — тесе хушса хучĕ.
— Пусап! — терĕ Якку урса кайса. Анчах Елян урама мĕнле тухса тарнине те сиссе юлаймарĕ.
Виçĕ кун та виçĕ каç пырса кĕмерĕ Елян килне. Виçĕ каç йĕркеллĕ çывăрмарĕ Якку, виçĕ каç пĕчĕк Венера çи виттине тапса сиресрен шикленсе çĕр каçрĕ. «Мĕнре ман айăп? Мĕншĕн çынсем евĕр пурăнма пĕлместĕп эп? — пĕрре мар хăйĕнчен хăй ыйтса тертленчĕ Якку çав каçсенче. — Юратман хĕре качча илсе улталантăм. Миçе çул пурăнса «юрататăп» сăмаха каласа курмарăм. Мĕншĕн паян куна çитсе уйрăлса пĕтейместпĕр? Мĕншĕн тĕнче тăвăрланса çитрĕ?»
Хăй айăпне пач та курасшăн мар арçын, текех арăмĕ, арăмĕн тăванĕсем çине йăвантарать ăна. Апла ансатрах çав ĕнтĕ, ăш-чикре çăмăлрах. Çапах та иртнине çурăм хыçĕнчи кутамккана хывса хунă пек илсе пăрахаймастăн çумран. Ялан çумра, хупа пĕрлех вăл.
Кăçал, чĕрĕк ĕмĕр иртнĕ хыççăн, Венера судĕнче тепре тĕл пулчĕ Якку Ирăна. Шăпа алли вăрăм, çавăтса пычĕ иккĕшне хире-хирĕç, куçа-куçăн тăратрĕ. Чĕркуçленмеллеччĕ-ши Яков Васильевичăн судья умĕнче? Пуç тайса йăлăнмаллаччĕ-ши пĕртен-пĕр хĕрне хăтарма ыйтса? Савăнчĕ-ши Ира Якку хуйхишĕн? Тавăру курки пулчĕ-ши ку? Çакă çав тери шухăшлаттарчĕ Венера ашшĕне…
Çийĕнчех пĕлчĕ Якку Венера ĕçĕ Ира аллине лекнине, ара, Ира çирĕм çул ĕнтĕ юнашар районта судьяра ĕçлет. Темиçе те çитрĕ Яков Васильевич судья алăкĕ умне, анчах кашнинчех курса калаçаймасăрах таврăнчĕ. Кашнинчех асилÿ пыра ярса илет те пăвма тытăнать. «Венерăна мар, хама суд тумалла е судсăр персе пăрахмалла. Пĕртен-пĕр хĕрне воспитани парайман ашшĕамăшĕ валли çĕр çинче вырăн пулмалла мар», — хăйне ятла-ятла таврăнать килне кашнинчех.
Икĕ-виçĕ уйăхрах ватăлса кайрĕ Яков Васильевич, тăнлавĕ шуралчĕ. Тÿп-тÿрĕ кĕреш юман пек патвар тухса утрĕ вăл суда, унтан авăнса, пĕчĕкленсе таврăнчĕ.
Тăватă куна пычĕ суд. Виçĕ кун, мухмăр-сухмăрпа супнă пек, тăна кĕреймесĕр тĕтре ăшĕнче ларчĕç Яккупа арăмĕ суд залĕнче. Пасар пек кĕрлерĕ зал. Хаяр тарăху пухнă ку халăха ĕçрен татса. Ăшă сăмах илтме, пуç тайса тав тăвасса кĕтме килмен Яков Васильевичпа тăва-
нĕсем, эрех-сăрапа хăнара пылланса ларма чĕнмен вĕсене кунта. Анчах халăх çав тери кĕрлесе каясса, çав териех курайманлăхпа туласса кĕтмен вĕсем. Ай-ай пĕçертрĕç. Малтанхи кун залри халăх Венерăна туртса çурасран шикленсе ÿкрĕç тăванĕсем. Хайхи иккĕмĕш кунне ашшĕпе-амăшне палласа çитрĕ зал. Кашниех куçран тĕллесе пăхать. «Ан пытар куçна, пăх, пăх çынсем çине», — тенĕ пек туйăнать. Сиксе ÿкрĕç. Кĕр-р! кĕрлеççĕ те чăшăл! çаврăна-çаврăна пăхаççĕ. Кÿнтеленсем кăна алă çын ытла пухăннă суд залне. Çыннисем каялла çаврăнса пăхнă май кивĕ пукансем нăтăртатаççĕ, чĕрене мăка çĕçĕпе сĕрнĕ пек туйăнать.
Чăтмалла. Тÿсмелле. Чăнлăх — пылак канфет та, тин юхтарнă пыл та мар, шывпа та, шывсăр та çăтса антараймăн. Тÿсмелле. Амăшĕн юратăвĕ тинĕсрен тарăн, ашшĕн юратăвĕ сăрт-туран çÿллĕ теççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачи-пăчишĕн яланах явап тытма хатĕр пулмалла. Çавăншăн çуратса ÿстеретпĕр, çын тăвас тетпĕр. Акă пĕр ретре лараççĕ Венерăн тĕнчери чи хаклă çыннисем: амăшĕ, кукашшĕ, ашшĕ, Уляç аппăшĕ, Венера айăпĕшĕн яваплă ытти тăванĕсем. Сĕтел хушшинче — Ирина Николаевна судья, заседательсем. Хытă хумханать Ирина Николаевна, пăлханать. Якку шăпишĕн те, унăн ăнăçсăр кун-çулĕшĕн те, ытла савăк ÿссе çамрăклах тÿрĕ çултан пăрăнса кайнă Венерăшăн та, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Хветура аппашăн та. Чăтлăх вăрманта çул шыраса утнă пек утмалла судьян, пĕлтĕрхи февраль уйăхĕнче пулса иртнĕ хăрушă ĕçшĕн кам айăплине тĕплĕн тишкермелле, айăплине законпа килĕшÿллĕн айăпламалла.
Халь тесен халь аса илет те шартах сикет Яков Васильевич.
…Акă суд пырать. Зал сывлама та чарăннă, йăшăл тăвакан та çук. Венерăна айăпласа çырнă хута вулаççĕ. Ăна итленĕçемĕн çурăм сăрлатать, кас-кас пĕтĕм шăмшак чĕтренет.
«…1986 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче çĕрле К. районĕнчи Кинер ялĕнче пурăнакан Тимерова Федора Петровна, халиччен темиçе çул чĕре чирĕпе аптраса пурăннă-
скер, сасартăк вилсе кайнă. Участок больницинчи врач Тимерова Ф.П. халиччен те больницăра чĕре чирĕпе учетра тăнине çирĕплетекен справка, ял совет ĕçтăвкомĕнче хĕрарăм вилни çинчен калакан свидетельство çырса панă. Вилене кастармасăрах пытарма шутланă. Февралĕн 9-мĕшĕнче вилене пытарнă. Ывăлĕсем те, тăванĕкÿрши те хĕрарăм хăй вилĕмĕпе вилни пирки пĕртте иккĕленмен, мĕншĕн тесен кил-çуртра япала-мĕн çухални палăрман. Пурте йĕркеллех, хăй вырăнĕнчех пек туйăннă. Турă кĕтессинче турăшсем çуккине сиснĕ кÿршĕаршă, анчах Тимерова Ф.П. хăй чĕрĕ чухнех вĕсене чиркĕве кайса лартма ĕмĕтленни çинчен темиçе те илтнĕ ял-йыш, çавăнпа шырама та шутламан.
Май уйăхĕн вĕçĕнче Çăкалăх çыннисем, педагогика институтĕнче вĕренекен Николаев Вадим Николаевичпа çамрăк арăмĕ Ишмукова Галина Ивановна, хăйсен туйĕ хыççăн çав ялтах пурăнакан Гудков Яков Васильевич патне хăнана кайсан вĕсен пÿртĕнче Тимерова Федора Петровнăн çухалнă турăшне палласа илнĕ. Ишмукова Галина Ивановна Хветура аппан тăван йăмăкĕн хĕрĕ пулнă пирки мăнаккăшĕ патне час-час пырса çÿренĕ, пÿрт-çурт тасаткалама пулăшнă. Темиçе çул каялла Галя выляса тенĕ пек турăш çине хăй аллипе «Ф.П.» тесе çырса хунă пулнă. Çав сас паллисем тăрăх вăл турăша тÿрех палласа илнĕ. Яков Васильевич пÿртĕнче ытти сăн ÿкерчĕксем хушшинче Тимерова Ф.П. патне пырса çÿренĕ хĕр ача сăн ÿкерчĕкне те тупнă. Ку вăл хăйне Ишенер хĕрĕ, Канашри педагогика училищинче виççĕмĕш курсра вĕренетĕп тесе улталанă Гудкова Венера Яковлевна, Гудков Яков Васильевичăн хĕрĕ пулнă. Çамрăксем Гудкова В.Я. сăн ÿкерчĕкне Канашри педучилище директорне кăтартнă. Унта ун пек студентка çукки палăрнă. «Ку хĕр ача пирĕн училищĕре нихăçан та вĕренмен», — тесе çирĕплетнĕ директор. Çакăн çинчен Вадимпа Галя милици уйрăмне çитсе евитленĕ. Гудкова В.Я. Кинер ялне пырса çÿрени, хăй камне пытарни паллă пулнă.
Çакăн хыççăн Тимерова Ф.П. виллине çĕр айĕнчен чавса кăларнă. Судмедэкспертиза тĕпчесе пăхнă хыççăн
ăна пăвса вĕлерни палăрнă. Çав çул Тимерова Ф.П. патне темле хĕр ача пырса çÿренине те аса илнĕ ял çыннисем. Тимерова Ф.П. вилнĕ кун та курнă иккен çав хĕр ача вĕсем патне кĕрсе кайнине. (Кÿрши Григорьев Иван Григорьевич, Шупашкарта хĕрĕ патĕнче пурăнакан вăрçă ветеранĕ, çав кун яла таврăннă пулнă, çак хĕр ача Хветура хапхинчен кĕрсе кайнине хăй куçĕпе курнă.) Венера сăн ÿкерчĕкне кăтартсан ăна тÿрех палласа илнĕ.
Следстви вăхăтĕнче Венера хăйне айăплă тесе йышăнман. «Турăшне Хусанти пасарта туянтăм, Кинер ялне вара çуралнăранпа та ура ярса пусман, ялĕ ăçта ларнине те пĕлместĕп», — тенĕ. Тимерова Ф.П. сăн ÿкерчĕкне кăтартсан: «Пĕрремĕш хут куратăп ку хĕрарăма», — тесе туннă…»
…Малалла кÿнтеленсем кăтартса панисем, экспертсем тунă выводсем, куçа-куçăн тăратса калаттарнă сăмахсем, протоколсем…
Нумай-нумай тĕрлĕ хут Ирина Николаевна аллинче, тем хулăнăш папка. Акă Венерăна мĕншĕн айăпланине палăртса çырнă йĕркесем: «1986 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче çĕрле Гудкова Венера Яковлевна Кинер ялĕнчи гражданкăна Тимерова Федора Петровнăна çаратас шутпа пăвса вĕлернĕ, унăн арчинчен укçа, виçĕ мамăк тутăр, виçĕ турăш вăрласа тухнă. Ку преступление пăхса тухнă хыççăн халăх сучĕ çапла приговор йышăннă…»
Таçтан-таçтан аякран пыра-пыра кĕреççĕ Якку хăлхине çак сăмахсем. Ененмелле-и ку хăрушă сăмахсене? Е хăлха тĕрĕс мар илтет? Мĕнле ăнланмалла? Венера, Яккун пĕртен-пĕр пепкийĕ, çын вĕлерекен тенине ăçтан ĕненĕ ашшĕ чĕри?
— Вĕлермен, çаратман, хĕрарăмне те палламастăп, — хăюллăн та мăн кăмăллăн пăхкаларĕ Венера малтанхи кун. Судья та куç илми сăнарĕ хĕре. Хăва хулли пек кĕлетки, тин çурăлнă кăкшăм чечекĕнчен хитререх сăнĕ-пичĕ, хулпуççийĕ çинче ункăн-ункăн явăнса тăракан пиçсе хытнă тулă хăмăлĕ тĕслĕ çÿçĕ — ытармалла мар илемлĕ вăл, анчах куçĕсем сивĕ. Курман Ирина Николаевна халиччен Яккун пĕртен-пĕр хĕрне. Çак ятлă-сумлă çын
хбрĕ, юмахри пирĕшти, çын вĕлерекен пулма пултарать генине судья та ĕненсех пĕтереймест. «Хăçан? Кам айĕпĕпе çултан пăрăнма пултарнă вăл? Мĕн çитменнипе? Преступлени сăлтавĕ мĕнре?» — пыра-пыра сырăнать Ирина Николаевна пуçне тĕрлĕ шухăш. Пĕрре Елян çине, тепре Якку еннелле тинкерет судья. Йăш та йăш чике-чике илет чĕри тĕлĕнчен темле йĕп. Хулпуççине те тем пусса тăрать.
Кÿнтеленсем кам килнине тĕрĕслерĕç. Алă çын ытла. Вĕсен хушшинче вилнĕ хĕрарăмăн ывăлĕсем, Григорий Ивановичпа Михаил Иванович инçетри Белоруссирен çитнĕ. Сăртпа сăрт тĕл пулмасть, çынпа çын хирĕç пулатех тесе ахаль каламан çав. Мĕншĕн пĕрех хут хĕрринчи пукан çине лармарĕ-ши Якку тăхтав хыççăн, е Елянпа лармаллаччĕ-и? Унăн пуканĕпе юнашар икĕ пушă вырăн юлнăччĕ те, Михаил Ивановичпа Григорий Иванович зала пырса кĕчĕç те çав пукансене курчĕç, турех пырса ларчĕç. Пырса ларни çеç-и-ха? Тÿрех палларĕ Шупашкарти профтехучилищĕре пĕрле вĕреннĕ Яккуна Михаил Иванович. Палламасăр, училищĕре пĕр парттă хушшинче ларнă-çке иккĕшĕ, пĕр пÿлĕмре пурăннă. Алă тытрĕç, сывлăх сунчĕç, иртнине кăшт аса илсе калаçрĕç. Мишăсем патне килне темиçе те кайса курнă Якку, Хветура аппа пĕçернĕ апат-çимĕçе пĕрре мар çинĕ. Пайтах хăналанă Миша тăлăх юлташне килти юр-варпа, тепĕр ывăлĕ, Гриша, мĕнле çухални çинчен темиçе те каласа кăтартнă. Анчах пĕлмен, илтмен Якку Гриша тупăннине. Çавах ĕнтĕ, авă Мишăпа юнашар лараканни. Иккĕшĕ те пĕр сăнлă.
Тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлчĕ Якку Хветура аппа мĕнле вилнине. Венера хăй чĕлхипе хăй каласа пачĕ. Пăхаймарĕ текех Якку Мишăна куçран. Ялĕпе килсе тулнă кинерсем. Кас-кас виле çинчи пек шăплăх тăрать залра, кас-кас кĕр-р! кĕрлеççĕ те чăр-р пăхаççĕ Яккусем çинелле.
Малтанах нумай тунчĕ хĕр, теме шанчĕ. Каярахпа тĕрĕссине калама лекрĕ. Кÿнтеленсем йышлă пулни, вĕсен тĕрĕс сăмахĕ текех пăркаланма, суеçтерме памарĕç. Çурса тăкас патне çитрĕ зал, вĕресе тăкăнас пек кĕрлерĕ.
Пуçларĕ Венера хăйĕн сăмахне. Халь ĕнтĕ пĕр-пĕр кантăр вăрри пуласчĕ те çын куçне курăнмалла мар ансăр хушăка кĕрсе выртасчĕ Яккун. Тем парĕччĕ çав çурăка тупас тесе. Анчах ăçта тарăн çын куçĕнчен? Прокурорĕ ав пÿрнепе тĕлленĕ пек тăрать, çул çитмен çамрăксене воспитани парас ĕçри çемье пĕлтерĕшĕ çинчен, общество умĕнче çемье, ашшĕпе амăшĕн тивĕçне, яваплăхне ÿстересси çинчен калаçать. Ачасем ашшĕ-амăшĕн кашни утăмне, ĕçне-хĕлне курса, вĕсенчен вĕренсе ÿсеççĕ тет. Пĕлмест-и вара ăна Яков Васильевич?
Вĕсен районĕнче те воспитани тĕлĕшĕнчен йывăр ачасем сахал мар. Вĕренÿрен пăрăнса çÿрекенни те, килти нушаллă, япăх пурнăçран писсе, унта-кунта çапкаланса çÿрекенни те пайтах. Ĕнтĕ вĕçĕ-хĕррисĕр, ним йĕркисĕр ĕçсе-супса пурăнакан ашшĕ-амăшĕпе пĕрле камăн тарăхса пурăнас килтĕр? Килтен писет вара ача-пăча, урамра «тус» шырама тапратать. Чееленме, суеçтерме вĕренет, эрех-сăрана сĕмленет. Çуратса янипе çеç этем çитĕнмест, хырăмне тăрантнипе кăна туптанмасть теççĕ. Пайтах шутланă кун çинчен Яков Васильевич хăй те, анчах килĕнче çын вĕлерекен хĕр ÿстерессе тĕлĕкре те тĕлленмен, Венерăна тĕрĕс çулпах утать тенĕ. Йĕркеллех пурăнатпăр тесе лăплантарнă хăйне.
Вуншарăн çаврăна-çаврăна пăхаççĕ Яков Васильевич еннелле, куçне чавса кăларма хатĕр тейĕн. «Эс айăплă, эс ÿстернĕ çын вĕлерекене, эс, эс!» — тенĕ пекех кĕрлет хăлхара.
Эй, мăнтарăн пурнăçĕ! Чаплă ят, сум-тум мар, чĕре ăшши, тĕрĕс сăмах кирлĕ ача-пăчана çитĕнсе çын пулма.
Йăр та йăр юхать тăнлавран сивĕ тар. Тÿсет этем. Мĕн калакан çук! Çак хăрушă самантра тĕл пулчĕç Яккупа Ира куçĕсем. Темле çурăлса каймарĕ Яккун пĕр самантлăха тапма чарăннă чĕри. Ĕлĕкхи майлах Ира. Çÿçĕ те хурипех, шĕвелмен те. Сăн-питрен те ытлах ватăлса пĕрĕнни курăнмасть. Куçлăх та тăхăнман. Никам та ăна алă çул патнелле çывхарать темĕ.
Пăрчĕ куçне Ира тухса калаканни еннелле. Уй куçлă, вăрман хăлхаллă тенĕ. Пулнă иккен Венерăна Кинерте
куракансем. Курнă çеç мар, сăн ÿкерчĕкне те туса хатĕрленĕ. Хветура аппасемпе юнашар пурăнакан Вова, фотоаппарат илсе панипе çав тери хĕпĕртенĕскер, çав кун хăйне хирĕç пулакансене йăлт çатлаттара-çатлаттара илнĕ пленки çине. Автанĕ, кушакĕ, ĕнипе пăрушĕ, ав Хветура аппапа темле хĕр ача пахчара юнашар утаççĕ. Ăста , фотограф тунă тейĕн сăн ÿкерчĕкне.
Ялне кайса та курман, хĕрарăмне те палламастăп теесси пулмарĕ текех, çăварне хупрĕ Венера. Тунаймарĕ. Хĕрĕн сăмахне итленĕçемĕн ачи умĕнче хăй мĕн тери айăплине тин туйса илчĕ Яков Васильевич. Мĕн тери чапрас туйăмлă, суккăр куçлă та чул чĕреллĕ пулма пултарать этем! Шыв сыпнă пек тăнлать зал Венера сăмахне. Ĕненес килмест Яккун хăй илтекен хăрушă хыпара, анчах ĕненес марччĕ те… Ĕнентерет. Илтет çеç мар, хăй куçĕпе хăй курать пек тĕтре витĕр Канаш урамĕпе Венера утнине, Канаш пасарĕ те, Кинер урамĕ те куç умнех туха-туха тăчĕç унăн сăмахне итленĕçемĕн.
5
Шавлать, кĕрлет Канаш пасарĕ. Пур çĕрте те халăх хĕвĕшет, пĕчĕкçĕ лавккасене кĕме-тухма та май çук. Сутуçăсенчен ытларахăшĕ нуски-алсиш, мамăк тутăр, çĕлĕк, тĕрлĕ пахча çимĕç сутать.
Чугун çул вокзалĕ енчи урампа пĕр хĕр утать. Кролик тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕкне çамки çине антарнă, кăвак пальтопа, çÿллĕ кĕлеллĕ атăпа. Вăрăм çакăллă сумкине хулпуççинчен çакса янă. Пасар умне çитсен тăпах чарăнчĕ вăл, йĕри-тавра пăхкаларĕ. Тепĕр самантранах халăх йышлăрах çĕре кĕрсе кайрĕ те мамăк тутăр сутакансем тĕлĕнче сиксе тухрĕ. Унтан пач çухалчĕ. Тепĕртакран тата икĕ-виçĕ хутчен курăнчĕ. Япаласен хакне ыйткаласа пăхрĕ, хаклашса та илчĕ. Вичкĕн куçĕ чупрĕ те чупрĕ ретсем тăрăх. Акă хăй шыранине те тупрĕ пулас. Çитмĕлсене çитнĕ чăваш хĕрарăмĕ тĕлĕнче чарăнчĕ иккен куçĕ. Лешĕ хăмăр пальтопа, хура çăм атă çине калуш тăхăнтартнă. Темиçе тутăр çыхнăран пуçĕ те кунтăк пек пысăк.
Çемçе мамăк тутăрсем сутать-мĕн. Пĕр аллинче сăран сумка, тепринче — качака çăмĕнчен çыхнă тутăр. Тĕрри те ытарайми чаплă. Хакĕ те пысăк: çĕр сакăр вунă-ик çĕр тенкĕ ыйтать. Ак хĕрсен ушкăнĕ сăрса илчĕ сутуçа, чĕпĕтсе пăхаççĕ тутăрне, турткалаççĕ. Сумкинчен тата икĕ тутăр кăларчĕ, пĕринчен тепри хитре. Пĕрне илсе кайрĕç, çапах ик çĕр тенкĕрен чакармарĕ. Пымарĕ хĕр çывăха, айккинчен çеç сăнаса тăчĕ. Унтан тата тепĕр тутăрне илсе кайрĕç. Куç умĕнчех илсе пĕтереççĕ капла тутăрсене! Карчăкĕ çирĕп, хакне пĕртте чакармасть, çапах таварĕ каять. Юнашар тăракан çамрăкрах хĕрарăмпа хăйсем пĕлекен çынсем çинчен калаçкалаççĕ. Хĕр хăлхи аванах илтрĕ: ватă хĕрарăмĕ Кинер çынни иккен. «Пĕччен çынна нумай кирлĕ-и, пĕр-ик буханка хура çăкăр илĕпĕр çула май», — терĕ вăл çамрăкраххине.
Хĕр аллинчи сехетне пăхса илчĕ, сутуçăсенчен айккинерех пăрăнчĕ те вокзал еннелле утрĕ.
Чугун çул вокзалне çитсенех пĕр ăшă пÿлĕмре сак çине хĕсĕнчĕ. Сумкинчен кĕнеке кăларчĕ, вулам пекки туса ларчĕ. Тем вăхăтран алăкран хайхи паçăрхи хĕрарăм килсе кĕчĕ. Тÿрех пушă тенкел тупса вырнаçрĕ. Сăнарĕ хĕр: сутуç сумкине икĕ буханка хура çăкăр, пĕр батон чикнĕ. Çав хушăрах ун çумĕнче ларакан арçын хăй япалисене йăтса тухса кайрĕ. Вĕлт çеç куçса ларчĕ унта хĕр. Хĕрарăм сумкинче тем чакаланатчĕ те çакна туйса та юлаймарĕ. Ларсан-ларсан тăпăрчă пÿремечĕ çиме тытăнчĕ вăл. Чăмласа ларатчĕ чиперех, юнашар ларакан хĕр ĕсĕклесе макăрнине курчĕ те çиме пăрахрĕ. Çап-çамрăкскерĕн кăн-кăвак куçĕнчен йăрлатать те йăрлатать куççуль. Хĕр еннелле çаврăнчĕ чăмлаканскер:
— Мĕн пулчĕ, хĕрĕм, ма çав тери хурланса йĕрен?
— Яла кайса килес килет те… Ама çури анне кашнинчех ним вырăнне хумасăр хăртать. Киле пырса кĕрес те килмест. Ĕнтĕ поезд та килет пуль, те каяс, те каяс та мар тесе ларатăп.
— Ăçтисем вара ху? — ыйтрĕ хĕрарăм. Кинертен пĕр çирĕм çухрăмри Ишенер ялне асăнсан хĕр ачана пушшех хĕрхенсе пăрахрĕ ват çын, чĕри çемĕçрĕ. — Ĕçлетне,
вĕренетне? Ишенерсене палласах каймастăп. Çак пуйăспах çÿреççĕ пуль вĕсем те?
— Çакăнпах. Ансан çуран пĕр виç-тăват çухрăм утмалла… Эп кунта педучилищĕре виççĕмĕш çул вĕренетĕп. Укçа та пĕтсе çитрĕ. Стипенди тепĕр эрнерен çеç пулать, — шăппăнрах калаçрĕ хĕр.
— Мĕн ятлă вара эс?
— Венера. Яла унта мунча кĕресшĕн каятăп та-ха. Тем…
— Çав териех усал-и вара хĕрарăмĕ?
— Усалли усалах та мар. Ара, ытлашши çăвар ĕнтĕ. ЬСилте манран кĕçĕнни тата пиллĕк те.
Çăкалăх çынни Яков Васильевич пĕртен-пĕр хĕрĕ çапла калаçнине итлесе тăрас пулсан, тупата, мĕн калĕччĕши? Тĕлĕк тесен тĕлĕк мар. Çук, курăнмарĕ çăкалăхсем кĕни-тухни. Тăрса каймах хатĕрччĕ хĕр, хĕрарăм ăна чарса тăратрĕ.
— А чим-ха, хĕрĕм, унашкал ан пăшăрхан-ха. Атя хам пата. Мунчине те хутса кĕрĕпĕр, кукăльне те пĕçерсе парăп. Хам ачасем тĕлне те пайтах ырă çын пулнă пуль. Пăхатăп та, хĕрĕм, питĕ яка тăхăннă эс. Аçу илсе парать-и?
— Кусене атте илсе панă. Ахаль пулсан стипенди çитсех пымасть. Хăш чухне уборщицăра ĕçлеме те çÿретпĕр, — йăл-ял çиçсе илчĕ хĕр куçĕ.
— Ме-ха, хĕрĕм, тăпăрчă пÿремечĕ çи, — пысăках татăк хуçса пачĕ хĕре.
— Ой, тавах, ан чăрманăр. Хăвăр тата?
— Кассă уçрĕç, пыр-ха, хĕрĕм, икĕ билет кайса ил Кинере çити, — икĕ билетлăх хут укçа кăларса тыттарчĕ хĕрарăм.
Утрĕ Венера, черет йышăнчĕ, анчах пĕр самантлăха чĕрине темле иккĕленчĕк туйăм сăрхăнса кĕчĕ: «Пĕлнĕ-пĕлмен çÿрес мар пуль. Юрĕ, паянхи кун сая кайнă пултăр, — черетрен тухмах тăнăччĕ, темле тъпăнса юлчĕ. — Ара, ун валли çавах билет туянмалла-çке».
Касса патне çитсен иккĕлене-иккĕленех икĕ билет илчĕ.
«Паянхипе виççĕмĕш пасар тутăр сутать, кашнинчех пин тенкĕрен кая мар укçапа таврăнать. Мĕн тума кирлĕ ватă çынна ун чухлĕ? Ну, мĕн пулать те мĕн килет. Паллашма кайни пуç касма кайни мар», — сирсе ячĕ вăл ăшри иккĕленĕве.
Чиперех, шăкăл-шăкăл калаçса çитрĕç Кинер разъездне. Хыçалти вакунтан тухкаланă çĕре маларах аннă Кинер çыннисем чылай инçе кайнăччĕ ĕнтĕ. Иккĕшех утрĕç вара ял еннелле. Каç пулнă, пÿртсенче çутă çутнă. Ял пысăкки аякранах курăнать. Электричество çути хулари пек таçта çити сапаланнă. Утмалăх та пулмарĕ çулĕ, хапхи патне çитме миçе утăмне шутласа та кăларчĕ Венера — тăват çĕр вунă утăм.
Чылаях пысăк йывăç çурт Хветура аппан, урамалла виçĕ чÿрече тухать. Вут хутса ячĕç, апат хатĕрлерĕç. Кил картине тухса выльăхсене апат парса витене хупрĕç. Сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç.
Пÿрчĕ пушах. Тĕпелти койка айĕнче арча ларать. Ку енче диван, сĕтелпе пукансем. Кĕтесре темиçе турăш пур. Стена çинче сăн ÿкерчĕксем. Кăмака çумĕнче савăтсапа шкапĕ, урăх нимех те çук.
«Укçи çак арчара-ха ĕнтĕ. Уççи хуçин саппун кĕсйинче, кĕсйине булавкăпа тÿмеленĕ», — вĕлт те вĕлт вылярĕ Венера куçĕ пÿрт ăш-чиккине сăнанă май.
— Çи-ха, хĕрĕм, çи, — какай татăкĕсене патнерех иле-иле парать хуçа, ачисем çинчен, хăй çинчен калакала кăтартать. Чунтан килĕштерчĕ вăл Венерăна. Çын çинипе хăйĕн хырăмĕ тăранать тейĕн, савăнса ларать.
— Çапла сыпăнкаласа пурăнатăп, — ассăн сывларĕ Хветура аппа. — Хăш чух выльăхпа пĕр вăхăтрах çывăрма выртатăп. Ват çын ыйхи ахаль те çерçи сăмси тăршшĕ çеç. Таçта та çитсе çапăнатăп вара ыйхă çĕтнĕ каçсенче. Ытлах ыйхă çук чух çĕр варринчех тăрса ларатăп та алсиш çыхатăп. Пенси укçи ним тумах та çитесшĕн мар, халь тухаканнисен колхоз пенсийĕ пысăк. Ялта сурăхсене те пĕтерчĕç. Темиçе килĕнне пуйăс таптаса кайнине хам та курнă. Пĕлет-и выльăх, лини урлă каçма тăрать те пуйăс çинех пырса кĕрет. Чугун çул хĕрринче выльăх
усрама майлă мар çав, ял кĕтĕвĕ тухма пăрахни те пилĕк-улт çул ытла. Сирĕн енче выльăх усраççĕ-и тата?
— Усраççĕ. Хамăрăн та ĕне пур. Пирĕн ялта килсерен ĕне, хĕлĕн-çăвĕн патшалăха сĕт-çу сутаççĕ. Сурăх тирĕнчен атте кĕрĕк çĕлетсе парас тетчĕ-ха, тир çитет терĕ.
— Эпир ав сĕт-çăва текех хуларан йăтатпăр. Çĕр çыннин хăйне кирлĕ юр-вара хăйĕнех хатĕрлемелле те çав, çук вĕт, ÿркенетпĕр.
Тем патне те çитсе çапăнчĕ калаçу. Унтан вырăн сарчĕç. Шăпланчĕç. Хветура аппа час çывăрса каяймарĕ пулас, койка нăтăртатать те нăтăртатать. Тата тем таран калаçрĕç, тем те аса илчĕç.
Тĕлĕнмелле, пĕр вăранми çывăрнă хĕр çĕнĕ çĕрте. Ирпе вăл вăраннă çĕре Хветура аппа кăмака умĕнче аппаланать.
— Тăтăна, хĕрĕм? Аван çывăртăна? Ялта шăп кунта. Хĕле кĕрсен машина шавĕ хуйхатмасть. Çывăрмалла çамрăк чух. Эпĕ мунча хутрăм-ха…
— Хытă чăрмантартăм ĕнтĕ. Çилленсе ан юлăрах. Мунчине кĕрсе тăрас мар пуль, Хветура аппа.
— Э-э, ан калаç, апат çырткала та, ик-виç витре шыв кÿрсе кай мунчана… Мунчи пулнă çĕре кукăль те пиçет.
Хветура аппа кăмăлне кайрĕ Венера.
— Уяв пекех туйăнать маншăн паян, хĕрĕм, — савăнмаллипех савăнчĕ ватă çын. — Килсе çÿре ÿлĕм те. Хам ачасенчен те ытларах юратрăм сана. Пĕр ывăлне: «Яла кил» — тетĕп те, яхăнне те ямасть. Ывăлсем иккĕшĕ те Белоруссире. Пĕри инженер, тепри тракторист çеç те, çавах килесшĕн мар.
— Хветура аппа, — хăюсăррăн чĕнчĕ Венера, — çак турăшсем çине ĕнертенпех пăхатăп, тахçанхи-авалхисем пуль вĕсем? Çав тери хитре те…
— Ачам, турăша хитришĕн кĕтес илемлетме тытатпăр-и? Турра ĕненниех çук та-ха, пур-и вăл, çук-и, ăна никам та курман. Пире аттепе анне тĕнчери тасалăхпа ун вăйне ĕненсе пурăнма вĕрентнĕ. Çак турăшсене те таса çут çанталăка ĕненнĕ пекех ĕненетĕп. Ку турăшсем ман асатте-кукаçин мар. Виçĕм çул Миша отпуск вăхăтĕнче Шупашкара куккăшĕн кив пÿртне пăсма кайнăччĕ. Лешĕ вара вĕсене: «Кам та кам ылтăн чÿлмекĕ тупать, ăна хăй илет, хăйĕн телейĕ», — тенĕ пулать. Мачча хăмисене сÿтнĕ чух, чăн та, мăрье çумĕнче тем йăлтăртатрĕ тет. Ик сий хăма хушшинчен çаксем тухрĕç тет. Калаçса татăлнă тăрăх, йăтса килнĕ вара киле. Ман йăмăкăн хĕрĕ, Галя, Шупашкарта учителе вĕренет. Çав калать: «Хветура аппа, ку турăшсене никама та ан сут, хаклă тăраççĕ вĕсем, питĕ авалхи турăшсем», — тет. «Тур çырлах, — тетĕп, — сутса ларăп-и? Хам вилес-тăвас пулсан чиркĕве кайса парăр». Пĕрин çинче «Отче наш Серафим» тесе çырнă. Кун пеккине Шупашкар чиркĕвĕнче çеç курнă тет.
Ылтăн ăшĕнче йăлтăртатса лараççĕ темиçе çĕр çул хушшинче те илемне яман сăнсем.
— Ухута калаçан эс, Венера, пурне те ыйтса пĕлме юратан. Вĕренсе тухсан пирĕн пата ĕçлеме кил. Шкул лайăх пирĕн. Хам патрах пурăнăн, хур тÿшекĕ çинче усрăп, — ăшшăн ăсатать Хветура аппа хăнине.
Мунчаран Хветура аппапа килнĕ чух кÿршĕсен ачи пахчара тем аппаланнине курнисĕр пуçне ял çыннисене урăх курмарĕ Венера. Пырса çÿрекен те пулмарĕ.
Ăшшăн ăсатрĕ хĕре, татах килсе çÿреме чĕнчĕ, хапхаранах кăларса ячĕ, тем таран пăхса тăчĕ пушаннă пÿртне кĕрес килмесĕр ватă хĕрарăм.
…Кĕтрĕ Хветура аппа кайран та хăнине. Тем вăхăтран тепре çитрĕ те — хĕпĕртесех ÿкрĕ ватă çын. Чун кĕрсе кайрĕ тунсăх пуснăскере. Ват çынпа ача ăсĕ пĕр тан тенĕ çав. Унтан тата тепре те персе çитрĕ Венера Кинере.
— Килях, хĕрĕм, кил. Кĕтеттĕм-ха, — пушшех хапăл туса йышăнчĕ вăл Венерăна. Хыпаланса ÿкрĕ уçă кăмăллăскер, килтисем çинчен, экзаменсем пирки ыйтса пĕлчĕ. Васкаса апат хатĕрлерĕ, сĕтел çине пуçтарчĕ. Венера та кăштах кучченеç илсе килнĕ: кăлпасси, услам çу, шурă çăкăр, канфетсем кăлара-кăлара хучĕ.
— Каникул пĕтиччен килсе каяс терĕм, — хавас калаçрĕ хăна.
— Тахçанах кĕтетĕп, — хыпаланчĕ Хветура аппа. — Чирлемерĕн-ши тетĕп…
— Мĕнех пултăр çамрăка? Экзаменсем тьпрăм. Кантăм та, — тĕрĕссинех каларĕ Венера. — Вăхăчĕ халь ирĕклĕ. Виçмине çеç вĕренме тытăнатпăр.
— Вăхăчĕ енчен илсен эпĕ çĕрме пуян: çĕрĕ те манăн, кунĕ те хамăн. Ыйхă килмен каçсенче шухăшласа тем чухлĕ пуçа вататăп. Ман пек ал ĕç тума пĕлекен карчăккĕрчĕк ялĕ-ялĕпех, пуслăх хурса тиемелĕх те пур. Нуски-чăлха, тутăр çыхма пĕлекен хĕрарăм кашни килте. Мĕншĕн пĕр-пĕр эртел туса парас мар пире? Çиппине кÿрсе парас та — çыхчăр кĕрĕк арки йăваличчен. Магазинсенче ăшă алса-нуски çитсех каймасть, мамăк тутăр та сахал теççĕ. Килти çăм çиппинчен нумай-нумай çыхма пулĕ. Пасарти хаклă, патшалăхăн вара йÿнĕрех пулĕччĕ. Çук-и унта, сирĕн патра, çак ыйтăва татса паракансем? Калаçса пăхасчĕ аслисемпе, хĕрĕм. Ялти хĕрарăмсемпе хам та калаçăттăм. Вĕсем килĕшĕччĕç… Ме, хĕрĕм, сана валли çăм нуски хатĕрлерĕм, сан урунти çÿхе, тăхăн ăшшине.
— Ай-уй, ан чăрманăрах! — хĕрелсе кайрĕ Венера.
— Тăхăн, тăхăн, шăнчĕ пуль уру. Паян сивĕрех, — сăмахĕнчен тухмарĕ ватă çын.
«Тĕлĕнмелле хĕрарăм, мĕн пуррине йăлт кăларса пама хатĕр. Ăçта вырнаçать этем чĕринче çавăн чухлĕ тараватлăх? Нихçан хуйхă-суйхă мĕн иккенне пĕлмен çын çеç çапла пулать ĕнтĕ», — шухăшларĕ Венера Хветура аппана амăшĕпе танлаштарса.
Венера шухăшне хирĕçлес тенĕ пекех пуçларĕ сăмахне кил хуçи те:
— Иртнине аса илес те килмест. Çичĕ ача çуратса ÿстертĕм. Хăшĕ çичĕ çулта, хăшĕ вуннăра, хăшĕ тата аслăрахчĕ. Пĕр каçрах пиллĕкĕшне пуçтарса хутăмăр. Сĕт йÿçсе тытăннă пекех, пĕр каçра йÿçсе тăпăрчлантăм, ватăлтăм, пĕркеленчĕ пит-куç. Сĕрĕм тивсе вилчĕç ачасем. Пĕр кунта пилĕк тупăк турăмăр. Вăтăр урлă каçнă çын çитмĕл урлă каçнă карчăкран та хытă авăнтăм. Ман алла пиллĕке кайнă йĕкĕреш ывăлсем çеç юлчĕç…
Тепĕр çулĕнче вăрçă тухрĕ, тата тепĕр ывăлĕ çухалчĕ. Аврĕ пурнăç… Халь ĕнтĕ вилсен те юрать. Пурнăç куркине тĕппипех ĕçсе ятăм тесен те йăнăш пулмĕ. Куркари тем пек йÿçĕ пулсан та çÿçенмесĕр, куçа хупмасăр шалт ĕçрĕм. Хытă кулянтăм, ухмаха ерес патнех çитрĕм. Çамрăк сăнпитре хавас кулă çиçтĕр тесе тем тăвăттăм. Пĕр çулта çунса кĕл пултăм. Çапах çав кĕл ăшĕнче çунмасăр юлнă уçă кăмăла çамрăксене халалласа парăттăм. Çын пурнăçра телей, ăнăçу кĕтет. Пурлăх тени паян пур та ыран çук. Пуян тенине эп мул купи ăшне путнинче мар, пур пеккине çынсене салатса паракан çынра куратăп. Нуша тени çынна пĕр чăмăра пуçтарать, пуянлăх пĕрне тепринчен тĕртсе, уйăрса ярать, тепри хăйĕнчен ытларах туртса илесрен хăратать. Э-эй яй-ай…
Калаçнă май Хветура аппа пĕр черкке эрех вĕрилентерсе пачĕ ăшăнса çитеймен Венерăна. Ăшăннă пек пулчĕ хĕр, чĕтреме чарăнчĕ. Çапах та сĕтел хушшинче çинĕ-çимен çеç ларчĕ. Хветура аппа хĕре мамăк тутăр пĕркентерчĕ. Ку вара тумтирĕ-мĕнĕпех вырăн ăшне чăмрĕ.
— Эс çывăр, ăшăн. Эпĕ пĕр вуннăччен ларам-ха. Килте çын пур чух канлĕ вара ыйхă, тупăран персен те вăранмастăп.
Сехет вун пĕр шакканине илтсе тăруках вăранчĕ хăна. Пÿртре пăч тĕттĕм. Хветура аппа çутă сÿнтерсех выртнă.
— Хветура аппа, эп тухса кĕрем-ха, эс тухмастăн-и? — хытах чĕнчĕ вырăнĕ çинчен. Хĕрарăм чĕнмерĕ. — Эс тухмастăн-и? — чĕнчĕ Венера тата тепре.
— Тухса кĕр ара. Алкумĕнчи çутта çут. Ан хăра. Нихçан та усал сас-хура илтĕнмен ял çинче. Алăксене питĕр тулĕк.
Хуллен тухса кайрĕ Венера, пĕр ытлашши сасă та тумарĕ. Урам хапхин сăлăпне вĕçертрĕ, пĕрин çине тепри перĕнмен шăлĕсене шакăртаттарса каялла кĕчĕ. Сиксе чĕтрекенскер вырăнĕ çине пырса ларчĕ. Выртма васкамарĕ. Тепĕр тесен выртсан та çывăраяс çук ĕнтĕ текех. Утиялпа пĕркенчĕ, кĕçĕр илтнĕ сăмахсене тепĕр хут аса илсе пуçне çавăрчĕ: «Каялла чакма çук, пĕтĕмпех
калаçса татăлнă… Чĕре тÿнклетсе тапнине çеç ан илттĕрччĕ Хветура аппа». Вăхăт питĕ вăраххăн шăвать, такам туртса тăснă пек. Ĕнтĕркесе ларсах çур çĕр те иртсе кайрĕ, пĕр сехет те çитрĕ. Икĕ сехет çитессе кĕтет Венера, этем чи хытă çывăрнă вăхăта кĕтсе куç хупмасăр ларать.
Сехет иккĕ шаккарĕ.
…Шăп икĕ сехетре Хусантан килекен почта поездĕнчен Кинер разъездĕнче хура мĕлке анса юлчĕ. Вăл турех ялалла ярăнтарчĕ. Пăч тĕттĕм темелле мар-ха февральти каçа, юр çутипе тавралăх чиперех палăрать. Ял çинче икĕ-виçĕ тĕлте çутă çунать. Акă уй хапхинчен те чиперех кĕчĕ мĕлке, иккĕмĕш кил еннелле пăрăнчĕ, итлесе тăчĕ, унтан хапхана тĕртрĕ.
Хапхана уçса хупнине илтмерĕ Венера. Тÿнклеттерекен чĕрине икĕ аллипе хĕстерсе тытрĕ. Унччен те пулмарĕ, кил карти енчен кантăк çине кĕсье хунарĕпе чăлт çутатнă çутă ÿкрĕ. Сисмерĕ çывракан хуçа, йăшăлт та тумарĕ. Тулта тата тепре çутатрĕç. Тек тăхтаса тăма вăхăт çук: хирĕç паллă памасан мĕлкен каялла утмалла. Венера та кĕсйинчен пĕчĕк хунар кăларчĕ те кантăк умне пырса тăчĕ. Нимĕн те туймарĕ Хветура аппа. Хăлхине тăратсах итлерĕ Венера. Акă алкум урайĕн хăми те ура айĕнче нăтăрт! турĕ. Аслати те унашкал кĕрлемест пуль. Каллех шăплăх пусса илчĕ пÿрте. Пĕр сасăсăр уçăлчĕ алăк. Кĕрсе тăнă вăрăм кĕлеткене çывракан хĕрарăм мар, куçне чарса тинкерекенни те курмарĕ. Венера чĕрне вĕççĕн тенĕ пек алăк умне çитрĕ, аллинчи минтерне арçынна тыттарчĕ. Пысăк минтер. Майласа тытрĕ лешĕ. Иккĕшĕ те Хветура аппа çывракан вырăн умне çитсе тăчĕç. Чăлт çутăлчĕ Венера аллинчи хунар… Çутăлчĕ те сÿнчĕ. Месерле выртакан хĕрарăм хунар çутипе тÿрех куçне уçса ячĕ. Куçне уçрĕ, çăварне уçса ĕлкĕреймерĕ — пичĕ çине минтер пăрахрĕç те пысăк кĕлетке пĕтĕмпех хупласа хучĕ ăна. Ал-урине йăшăлт хускатма та памарĕ. Çурăмпа çаврăнса тăчĕ Венера: те каçпа эрех ĕçнипе, ăш-чикĕ пăтранса хăпарчĕ, урайне шĕрлеттерсе хăсса кăларчĕ.
Хунар татах чăлтлатрĕ.
— Пулчĕ. Тĕпелти çутă урама ÿкмест тетĕн-и? Çут, — сасă пачĕ арçын.
Çутă çутрĕ Венера. Хветура аппа нихçан вăранмалла мар çывăрать.
— Пĕр куçĕ хупăнман, килсе хуп, — хуллен чĕнчĕ арçын. Вăл Венерăна темле пысăк мар тимĕр япала тыттарчĕ. — Хытăрах пус куçне, хуп.
Шĕлтĕрех ишĕлсе анчĕ хĕр. Лешĕ ăна хулĕнчен ярса тытрĕ.
— Хăвăртрах пуçтар ху вырăнна. Пÿртре ют çын пулнине пĕлмелле ан пултăр. Хăпăл-хапăлрах! — мăкăртатрĕ вăл. — Арча уççи ăçта?
— Вăн койка пуçĕнчи саппун кĕсйинче.
Вăр-варах туртса кăларчĕ арчана. Уçрĕ, ухтарма
тытăнчĕ. Темиçе мамăк тутăр туртса кăларчĕ арçын.
— Кусемпе турăшсене чĕрке, — терĕ хуллен.
Хăй малалла ухтарчĕ. Япаласем хушшинчен сурпанпа чĕркенĕ çыхă тупрĕ. Укçа. Чăштăртатать. Укçине шутламасăрах кĕсйине хăпăл-хапăл персе чикрĕ. Арчари ытти япаласене майларĕ те ăна питĕрсе койка айне кĕртсе лартрĕ. Уççине саппун кĕсйинех ячĕ. Ватă хĕрарăмăн кĕлетки хытиччен ăна айăккăн çавăрса вырттарчĕ, сьштăм аллине хуçлатса пуçĕ айне перĕнтерчĕ, сулахай аллине пилĕкĕ тĕлĕнче хуçлатрĕ.
Кĕтесри турăшсене илчĕ, тутăрпа чĕркесе сумкине чикрĕ. Урай варрине тăрса пÿрт ăш-чикне тепĕр хут пăхса çаврăнчĕ: «Хăсăк çине ан пус, йĕр юлать!»
Таçта çити тухса тарас килчĕ Венерăн. Васкаса тумланчĕ. Çутă сÿнтерчĕç. Пÿрт алăкне хăвăрт уçрĕç те хăйсем хыççăн хуллен хупрĕç. Алкум алăкне шал енчен лумпа питĕрмелле, питĕреймерĕ Венера, арçынни пырса тытрĕ. Урамра сас-чĕвĕ çук-и тесе нумайччен итлесе тăчĕç. Ял тарăн ыйхăра.
Урам хапхине те шал енчен питĕрсе пĕчĕк хапха урлă вăштах сиксе каçрĕ арçын. Юр хытнă, йĕр юлас хăрушлăх çук. Тÿрех станци еннелле ярăнтарчĕç. Тăватă сехетре Харьковран Хусана каякан поезда чип-чиперех ĕлкĕрчĕç.
Шурă хут тĕсĕ çапнă Венера вакуна мĕнле кĕрсе ларнине те, ирхине Хусана мĕнле çитсе ÿкнине те тĕлĕкри пек çеç астуса юлчĕ. Общежитине пĕчченех пычĕ вăл. Ир-ирех çултан килнĕ хĕре вырăн сарса панă май хытă ахăрчĕç вара пĕр пÿлĕмре пурăнакан тантăшĕсем.
— Миçе каç çывăрмарăн-ха каникулта? Кÿлсе суха турĕç-и? — текех шÿтлерĕç вĕсем. — Çывăрах ĕнтĕ, çĕр каçа çулта çÿрес япала çав ĕнтĕ, — терĕç калаçаймиех пулнă хĕре хĕрхенсе.
Кăштах лăпланчĕ Венера чĕри ăшă вырăн ăшĕнче, ыйхă тăхланран та хытă пусса выртрĕ — ирпе выртнăскер, куçне уçнă çĕре хĕвел чутах анса ларман: халь сÿнес-и е тăхтаса пăхас-и çак майра вăраниччен тенĕ пек, йывăç тураттинчен çакăнса тăрать.
— Ну, упа, юр ирĕличчен çывăрас тетĕн-и? Хырăму паçăрах чăрăлтатать. Тăр чей ĕçме, — чĕнчĕç хĕрсем.
Пуçне çĕклерĕ Венера, ун-кун пăхкаларĕ те стена еннелле çаврăнса выртрĕ.
— Хĕрсем, чăнласах чирлесе кайман-и ку? — кравать умне пырса тăчĕ пĕри. — Пăхăр-ха, кĕл тĕслĕ! Тăр атя, апат пиçрĕ.
— Çиес килмест, — тавăрчĕ Венера.
Яшка антарнă чашăка пукан çине лартса пачĕç, алли чĕтренипе кашăк та тытаймарĕ вăл, каллех выртрĕ.
— Анмасть! — пуç çинченех витĕнчĕ, анчах тĕттĕмре те Хветура аппа куçĕ нимпе те хăпасшăн пулмарĕ…
Иккĕмĕш кунне кантăк витĕр кăвак сăрă сăрхăнса кĕрессе аран-аран кĕтсе илчĕ çĕрĕпех çывăрнă-çывăрман аташса выртнăскер.
— Çул çинче шăнни тыллать-и сана е урăххи чĕтретет-и? Ме-ха градусник, виçсе пăх. Пуçу ыратать-и? — тем тĕрлĕ тĕпчерĕç хĕрсем. Тĕлĕнтеркеленĕ-ха вĕсене кăçал тин общежитине вырнаçнă Венера, нимле те ăнланса çитеймеççĕ ăна пĕрле пурăнакансем. Текех пăрăнать, нихçан уççăн калаçни çук.
— Те шăнтăм, тем пулчĕ, пĕр пĕрчĕ те вăй çук. Пулмасть паян института çитесси, эсир кайăр ĕнтĕ, выр-
там-ха, тен, иртĕ, — тăма шутламарĕ вăл вырăн çинчен, Хветура аппана манаймасăр аптранăскер. «Паян иккĕмĕш кун, ыран пытараççĕ ĕнтĕ. Ывăлĕсем килчĕç пуль. Ара, пурăнмалли çынччĕ, çирĕпехчĕ теççĕ ĕнтĕ. Ват çынна касса-туса аппаланас çук-ха, чĕре чирĕпе больницăра учетра тăратăп терĕ… Ним палли те юлмарĕ терĕмĕр те, юлмарех-ши? Пĕр шутласан сив чир тытнă чухнехи майлах чĕтретет… Ак чĕнсе кăларĕç те çÿхе кĕпе вĕççĕнех çавăтса илсе кайĕç», — ниепле те лăпланаймарĕ пÿлĕмре пĕччен юлсан та. Ăшăнас тесе хăй çине пальто пăрахрĕ. Çав хушăра пальто кĕсйинчен темскер кăштăрт тухса ÿкрĕ урайне. Пуçне те пăрмарĕ ÿкнĕ япала еннелле хĕр, куçне хупсах выртрĕ. Чылайран тин куçне уçрĕ те укçа пачкине курах кайрĕ. Çĕлен сăхсан та ун пекех хăраса ÿкес çук — çирĕм пилĕк тенкĕлĕх укçасем хĕрĕхрен пĕрре çеç катăк, пĕр пине çирĕм пилĕк тенкĕ çитмест!
«Кам, хăçан чикнĕ ăна кĕсьене? — вĕçрĕ шухăш. — Ара, пальто ĕнерпе паян кунĕпе пÿлĕмре çакăнса тăнă. Енчен те пĕри кĕсьене чиксе пăхнă пулсан… Ак сана тĕрме… Ăçтан тупнă тесе тĕпчеме пуçлĕç те пĕтĕм ăшчике тÿнтерле тавăрса кăларĕç. Эх, Хветура аппа… Укçи чылаях пулнă пулас. Мана та пĕр пинне панă та…»
Пÿлĕмре пĕччен юлнă Венера кунĕпе тĕрлĕ шухăш тыткăнĕнче асапланчĕ.
— Пулчĕ пулас пекки. Пĕтрĕ, — сасăпах каласа хучĕ хăйне хăй. — «Лекес-тăвас пулсан куншăн каçармаççĕ. Çын куçĕ умне тухса ирĕккĕн çÿретĕп тесе ан шутла ĕнтĕ. Пĕлсен аттепе аннене кашни пĕлен-куран пÿрнепе тĕллĕ. Чĕлхе çине çăпан тухиччен пакăлтатĕç мана асăнса. Капла чĕтресе çеç мĕнле çÿрес? Мĕншĕн çыхлантăм? Эп ним çинчен те шухăшлас мар тетĕп, текех шухăшлаттарать. Сылтăмалла пăрăнас тетĕп, мана сулахаялла туртать. Çывăрса каяс тесе вăйпа куçа хупатăп, ман куçсене такам уçа-уçа ярать. Мĕн тăвас? Пĕтĕмпех ÿпне-питне çаврăнса кайнă, пĕтĕмпех пуçхĕрлĕ. Тен, пустуй хама çиетĕп, тен, хăй вилнĕ тесе чиперех пытарĕç те — лăпкăнах çÿрĕç. Чун вырăнта мар, ниепле те лăпланаймастăп. Енчен те милицие лексен Марк ăçта пурăннине те пĕлместĕп-çке, пĕтĕмпех хамăн тусмелле пулать. Хăй хваттерне пĕрре те илсе кайса кăтартмарĕ-çке. Çавăрса-пĕтĕрсе кĕртсе ячĕ хăй хыççăн… Мĕн хушнине тумасан вĕлерессипе хăратма пуçларĕ. Лекрĕм серепене. Мĕнле тухса пĕтĕп тулĕк? Ытта хваттерсене çаратнă чух эп нихçан та хутшăнман, вăрланă япаласене сутма çеç пулăшнă, пайтине те курман. Марк япалапа аппаланма юратмасть, укçа çеç шырать. Вăт халь чĕтресе вырт мулкачла».
«Юрĕ-çке, хама хам чĕрĕллех çисе выртатăп, — кăштах лăпланма тăрăшрĕ Венера. — Кустăр-и çăмха, ăçта çитсен чарăнĕ унта, куç курать. Тен, чиперех иртсе кайĕ. Тытман вăрă — вăрă мар. Иртни ирттĕр, текех çыхланмастăп ку арçынпа…»
7
Ирхине Хветура аппа хапхине куршĕ хĕрарăмĕ пырса шаккарĕ. Самаях тÿнлеттерчĕ, тухса уçакан пулмарĕ.
— Те чирленĕ ĕнтĕ, — сăмах хушрĕ тепĕр хĕрарăм.
Хапха çурăкĕнчен пăхрĕç. Сас-хура çук. Вăшлаттарса
каçса кайрĕ пĕри хапха урлă. Уçрĕ. Алкум алăкне те шалтан питĕрнĕ-мĕн. Алăк хăлăпне тăпăлтарса кăларас пек силлерĕç — шалтан сас паракан пулмарĕ. Ентĕ виççĕн пухăнчĕç.
— Çывăрсах çывăрать-ши? Вилсе кайман пуль те… Сережа, чуп-ха, Лисук аппуна чĕнсе кил, — ăшталанчĕ пĕри. Хăй çаплах алăка чышкипе тÿнлеттерчĕ. Çук сасчĕв. Тата иккĕн çитсе тăчĕç: мĕн пулнă та мĕн пулнă теççĕ. Çапла вăл ял çинче. Туххăм пухăнать кÿршĕ, туххăм саланать хыпар.
— Хамăр та пĕлместпĕр-ха. Сăлăпне тăпăлтарса кăларас пек шаккатпăр.
Часах Хветура йăмăкĕ Лисук аппа та чупса çитрĕ:
— Çук-и-мĕн килте?
— Питĕрнĕ. Кунашкал шакканине илтсе виле те тăмалла.
— Чим-ха, эп пĕлетĕп уçма, — хыпаланса ÿкрĕ Лисук аппа, айккинелле пăрăнчĕ те пĕр шăтăкран аллине чиксе ярса алăка уçрĕ.
— Атьăр пĕрле кĕрер.
Кĕпĕртетсе-шавласа кĕчĕç те шăпланчĕç: Хветура аппа койка çинче айăккăн выртать. Тутлăн çывăрать темелле. Пырса тытрĕ йăмăкĕ, аллисене шарт çапрĕ те каялла чакрĕ: «Вилнĕ! Çÿхе кĕпе вĕççĕн выртать Хветура аппа». Çара урисем кăвакарма тытăннă. Чип-чипер çывракан çын вилсе кайнă, сывламасть. Сивĕннĕ ÿчĕ, хытнă. Чĕрнисем, тута хĕррисем кăшт хуралнă.
Татах çын пухăнчĕ, Хветура аппана сарлака сак çине илсе вырттарчĕç.
Туххăм саланчĕ ял çинче Хветура вилнĕ хыпар. Арçынсем тупăк тума тытăнчĕç. Этем вилсен те ĕçĕ виçĕ куна юлать теççĕ. Чăнах, пайтах тăрмашмалли. Çĕр çине килнĕ этеме тахçан хăй вăхăчĕпе уйрăлса каймалла тунă çав ĕнтĕ.
Каç пулнă тĕле хĕрарăма çуса тасатса виçĕ хăмаран саваласа тунă тупăка вырттарчĕç. Çĕр тĕслĕ шухăш тинех пуçĕнчен тухса кайнă тейĕн, пичĕ çинчи пĕркеленчĕксем якалнă, сăнĕ çамрăкланнă çитмĕлти Хветуран.
— Ашшĕ-амăшĕн вил тăприне ывăлĕ-хĕрĕ таптаса хытарни аван. Чĕнес, иккĕшне те чĕнес ывăлĕсене, — çине тăчĕ кÿршĕри Павăл пичче.
Гриша килсе çÿремĕ текелекенсем те тупăнчĕç, анчах иккĕшне те чĕнчĕç, телеграмма çаптарчĕç. Тепĕр кунне, каç енне, килсе те çитрĕç Хветура ывăлĕсем: Гриша арăмĕпе ывăлне те илсе килчĕ, Мишши — арăмĕпе.
Тем çинчен те аса илсе калаçрĕ пухăннă халăх. Виçĕ çул каялла çапла йышлă пухăннăччĕ Хветуран кивĕ пÿртне ял-йыш. Ун чухне 1941 çулта çухалнă йĕкĕрешсенчен пĕри, Гриша, тупăннăччĕ.
Тăван амăшне пытарнă пек чĕререн хурланса макăрчĕ Хветурана пытарма килнĕ белорус майри, Гриша арăмĕ, чипер сăн-питлĕ, уçă кăмăллă хĕрарăм. Тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме те, амăшĕн кĕпи-тумтирне çума та хăюллăнах пычĕ, пĕр ĕçрен те пăрăнмарĕ. Аслă ывăлĕ те алса пăрахми юр хырчĕ, картищне тирпейлерĕ, виле шăтăкĕ чавма каякан ушкăнран та юлмарĕ.
Амăшĕн вилĕмĕ уйăрса ямарĕ икĕ тăвана, тата çывăхлатрĕ. Хĕрĕх çул ытла курман Гришăпа Миша пĕр-пĕрне, пĕрин çинчен тепри нимĕн те пĕлмен йĕкĕрешсем.
…Аслисем пиллĕкĕшĕ те вилсе выртнă каç кукапппĕ патне кайнă пилĕк çулхи ачасем амăшĕпе пĕрле. Кукамăшĕ питĕ ыйтнипе çĕр выртма та унтах юлнă. Çапла хăтăлса юлнă вилĕмрен йĕкĕрешсем. Ашшĕ киле ÿсĕр таврăннă та кăмака юшкине иртерех хупса лартнă. Çак инкек хыççăн та чиперех пурăннă-ха Хветура, пурăна киле кăштах лăпланса та çитнĕ, анчах вăрçă тухиччен икĕ-виçĕ уйăх маларах унăн упăшки таçта кайса çухалнă. Пĕччен мар тата, Гришăна та çавăтса тухса кайнă килтен.
Такамран та ыйтса пăхнă Хветура, темиçе хутчен те шыраттарса пăхнă. Стрелочникра ĕçленĕ май будка çумĕпе иртсе каякан пуйăссене куç илмесĕр сăнанă, кĕçвĕç вакунран Гриша сиксе анассăнах туйăннă. Туйăнасса туйăннă та амăшĕн чĕрине, тупăнман çав ача, анне тесе чупса пыман. Пайтах тăкăннă хĕрарăм куççулĕ хĕрĕх çул хушшинче. Хĕрĕх çул хĕрĕх кун мар вĕт, кам шутласа кăларĕ çав ыйхăсăр каçсенче унăн куçĕнчен юхнă тăвар йывăрăшне? Хĕрĕх çул ытла кĕтнĕ амăшĕ, 1936 çулта çуралнă Тимеров Григорий Иванович ятлă чăваша таçта та шыранă. Анчах ун пек çын çĕр çинче пулман. Белорусси çĕрĕ çинче Железнов Григорий Иванович текенни пулнă ав, анчах ăна никам та шыраман. Сывлăхлă, тĕрĕс-тĕкел ÿссе çитĕннĕ Железнов, районĕпе паллă тракторист шутланнă. Миша вара амăшĕпе ялта ÿснĕ, кунтах вĕреннĕ, ÿсерехпе Гришăна пĕчĕккĕнех манса пынă.
— Эсир пĕр тумлам шыв пек, пĕр сăнлă. Шыра, Миша, ху сăнлă çынна шыра, ăçта пыран, унта шыра. Чун сисет, чĕрĕ Гриша. Тупмаллах ăна пирĕн, — тенĕ кашнинчех Хветура.
Вунă класс пĕтернĕ Миша малтан Шупашкарта, унтан Хусанти институтра вĕреннĕ, инженер пулса тăнă. Акă ĕнтĕ ăна та пурнăç Белоруссие илсе çитернĕ. Вăл Гришăран мĕнпурĕ те алă-утмăл çухрăмра çеç пурăннă. Анчах Михаил Иванович пĕрре те курман хăй тĕслĕ çынна, 1984 çулччен те тĕл пулман.
Çав çулхине вăл отпуск вăхăтĕнче туристсен путевкипе Венгрие çитсе курма шутланă. Часах тĕрлĕ документсем пуçтарма тытăннă. Сăн ÿкерчĕксем пама кайсан Михаил Иванович туристсен ушкăнĕнче хăй тĕслĕ çынна курах кайнă. Лешĕ те тĕлĕнсе пăхнă ăна. Хайхисем иккĕшĕ те пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашнă.
— Железнов Григорий Иванович, «Ленинец» совхоз тракторисчĕ, — тенĕ вăл алă панă май.
Теме сиссе Михаил Иванович чун-чĕри питĕ хумханнă.
«Шыра, Миша, ху сăнлă çынна шыра. Сан çурри таçта сана шыраса çÿрет», — тесе каланă амăшĕн сăмахĕсене самантлăха та манман-ха вăл. Питĕ кăсăклантарса, хумхатса янă ăна çак тракторист. Анчах çийĕнчех пурин çинчен те ăçтан ыйтса пĕлĕн çынран? Венгрие тухса кайнă кун тепре тĕл пулнă çаксем. Çула тухнă çыннăн килти ĕç-пуçĕ, хуйхи-суйхи киле юлать, лашах пушанать этем. Çул çинче вара калаçса аса илмелĕх вăхăт тупăнатех. Гришăпа пĕрлерех ларма, çывăхрах пулма тăрăшнă Миша. Каç пулсан, çынсем кăшт лăплансан, вăл пĕр пытармасăр амăшĕ каласа панисене, хăй астунине, Гриша мĕнле çухалнине, хăй мĕн астăвассах тăванне шыранине, Григорий Ивановича пĕрремĕш хут курсан чĕри мĕнле тĕпĕртетни çинчен каланă. Хытă хумхантарнă ку калаçу Гришăна та, анчах ачалăх кунĕсене пачах аса илеймен вăл.
— Таçта, тахçан пулнă, пĕлместĕп нимĕн те, нимĕн те астумастăп, — мăкăртатнă Григорий Иванович. — Тахçан темле майлă Пушкăрт Республикинчи ача çуртне çитсе перĕннĕ эпĕ, 1945 çулта вара ытти белорус ачисемпе каялла таврăннă, ача çуртĕнче ÿснĕ. Çавăн чухне икĕ çулталăк патне контузи хыççăн калаçаймарăм тет, кайранрах ун пирки воспитательница каласа панăччĕ. Вунă çул патне манăн ята та, хушамата та, эпĕ камне те пĕлмен. Йăлт маннă çав контузиччен мĕн пулнине. Кайран ята, атте ятне астурăм… Чăвашла темиçе сăмах пĕлеттĕм. Халь нимĕн те астумастăп.
Калаçса ларнăçемĕн иккĕленме пăрахнă Миша: Гриша
ку, урăх никам та мар. Венгрие çитсен те пĕр пÿлĕме вырнаçнă вĕсем. Тĕлĕнмелле пĕрпеклĕх, куçа хупсан та курăнакан пĕрпеклĕх, иккĕшĕ те пĕр апат-çимĕçех килĕштерни палăрнă. Каçсерен, пушă вăхăтра, Миша хăй ачалăхне, Чăваш çĕршывне, хăйсен ялне аса илсе калакала панă. Тен, мĕн те пулин Гриша куçĕ умне те тухса тăмĕ-ши тесе хавхаланнă. Çук, нимĕн те астăвайман Гриша. Тен, çав бомба ÿксе çурăлнă шăв-шав тăнне-пуçне йăлтах хупланă, йăлтах минретнĕ. Ахальтен астумаллаçке пиллĕкри ача. Пăлхатнă, хумхатнă асаилÿ, хĕрĕх пиллĕке çитнĕ арçынсен куçĕсене шывлатнă. Çук, асилеймен Гриша Чăваш çĕршывĕнче иртнĕ ачалăх кунĕсене. Ура тапса, çĕр çыртса ылханнă пулĕччĕ Хветура ирсĕр фашистсене ывăлĕ каласа панине илтес пулсан. Аса илме тăрăшса çамкине те пĕркеленĕ Григорий Иванович, сăмси çине тар пĕрчисем тапса тухнă, куçне хура тĕтре хупланă, анчах нимĕн те аса илеймен.
Туххăм иртнĕ шутлă кунсем, Гришăпа Миша часах тăван çĕршыва таврăннă. Миша отпуск пĕтиччен тесе Мускавран ырă хыпар пĕлтермешкĕн тÿрех амăшĕ патне васканă. Амăшĕ валли чи хаклă парне, Гришăпа пĕрле Мускавра ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕк, илсе килнĕ.
Пĕр кун та тăхтаса тăман Хветура, Мишăпа пĕрле Бобруйска тухса вĕçтернĕ. Урипе утса мар, вĕçсе çитнĕ тейĕн утмăл çиччĕри Хветура ывăлĕ патне. Килтех пулнă Гриша. Чыхăнса кайнă хĕрарăм темле тирĕнсе анман Гришăна курнă-курманах, чĕркуçленсе ларнă та ывăлĕн урисене ыталаса илнĕ: «Хĕрĕх виçĕ çул шыратăп. Аннÿ эпĕ санăн, аннÿ. Йĕкĕрешсем вĕт эсир Мишăпа», — ĕсĕкленĕ те ĕсĕкленĕ Хветура.
Мĕнле палламĕ этем тăван амăшне, мĕнле астуса илмĕ! Анне-çке вăл!
Ăшшăн ыталанă, çупăрланă Гриша хĕрарăма, анчах тÿрех анне тесе чĕнеймен, пырне тем капланса ларнипе çийĕнчех сăмах та уçса калайман.
— Гриша, ачам, — татах чĕтренĕ хĕрарăм тути, — ачам, астурăн-и? Кăшт та пулин астурăн-и? Аçуна астăватăн-и? Виçсĕмĕр чугун çулпа пуйăссем мĕнле кайни-
не пăхаттăмăр. Ял çумĕнчи вăрмана çырла-мăйăр татма çÿреттĕмĕр. Мĕн чухлĕ кĕтетĕп, мĕн чухлĕ шыратăп сана. Пин-пин çын хушшинче шырани, паллах, тинĕс хĕрринчи хăйăр çинче ылтăн пĕрчи шырани анчах, çапах тупассăн, виличчен курассăн туйăнатчĕ. Амăшĕн чĕри улталамасть, ачам, тупрăм.
Хветура аппана чысласа ялти клубра савăнăçлă пуху ирттернĕ. Мĕн чухлĕ ăшă сăмах илтнĕ çав каçхине чăваш хĕрарăмĕ. Районти паллă тракторист та хăйĕн тăванĕсене тупнăшăн пĕтĕм совхоз хĕпĕртенĕ. Çав кунран пуçланнă та ĕнтĕ икĕ хуçалăх хушшинчи туслăх, виççĕмĕш çул чăвашпа белорус çыннисем пĕр-пĕрин патне кайса-килсе çÿреççĕ.
— Пыр, ывăлăм, ачалăх вырăнĕсене пырса кур, çара уран мĕнле чупнине аса ил. Çемьепе пырăр, халĕ эпир те çынран катăк пурăнмастпăр, — тем пекех чĕнчĕ амăшĕ хăнана.
Чăн та, çав çулах Гришăпа Эля чăваш çĕрне çитнĕ. Çитнĕ-çитменех пĕтĕм ял халăхĕ Ванька Гришине курма чупса тухнă. Кам иккĕлентĕр! Гриша пулмасăр! Çитменнине, Венгрире туяннă пĕр пек костюмсем тăхăнса янă та, кинерсем çеç мар, арăмĕсем те паллайман теççĕ тÿрех: тахăшĕ Гриши, тахăшĕ Миши, пырса ан калаç. Ай хĕпĕртеттернĕ амăшне!
Таçта та çитсе курнă Хветурапа ывăлĕсем. Улшăннă ял, пуянланнă. Колхоз уй-хирĕ, хăмла плантацийĕ, улмаçырла сачĕ, машина-трактор паркĕ — пурте-пурте савăнтарнă Гришăна. Тăван ял… Тăван кил ăшши манăçать-и, асран тухать-и вара?
Ăшшăн ăсатнă Кинер çĕнĕрен çуралнă ывăлне. Çавăнтан вара çулсерен отпуск вăхăтĕнче Мишăпа Гриша иккĕшĕ те çемйипех килсе çÿренĕ. Тепĕр çултан амăшне çĕнĕ пÿрт лартса панă, хĕл каçма хăйсемпе илсе каясшăн пулнă — лешĕ килĕшмен.
— Хамăрăн кăмака кукринчи тĕтĕм пылран та пылак, ачамсем. Ура утнă чух пурнам-ха, эсир килсе çÿрени те мĕне тăрать, — тенĕ вăл.
— Апатне лайăхрах çи, анне, ан хĕрхен, ĕлĕк те ыр-
рине курман эсĕ. Ман Эльăн йăмăкĕ Оренбург облаçĕнче çăмлă качакасем усрать. Çав çăма арласа тутăр çых, тен, кăштах укçа пулĕ, — тенĕ Гриша та амăшне кăшт пулăшас шутпа.
Чăнах та, майне ÿкнĕ Хветура, хитре çыхнă тутрисене, çын ачисене те май пур таран пулăшнă. Гриша çухалнăран вара турăш умне тăрса çын ачисене пулăшма сăмах панă Хветура. Темле хуйхă-суйхăпа та хуçăлманскере ача макăрнă сасă çеç хуçнă, Гриша макăрнă пек, масар çинчи пилĕк ачи макăрнăнах туйăннă Хветурана, ача сасси чĕрине çĕçĕсĕрех çурнă. Çамрăк çын макăрнине курсан та лăпкăн пăрăнса иртеймен. «Гриша та таçта макăрса çÿрет ĕнтĕ тăлăххăн», — тесе пăшăрханнă, пайтах куççуль тăкнă. Ывăлĕ çухалниех хĕрарăм чĕрине хавшатнă…
Участокри больницăран Хветура аппа чĕре чирĕпе темиçе çул та учетра тăнине çирĕплетсе панă справка тăрăх тăванĕсем вилене кастармасăрах пытарас терĕç. Ялĕпех пухăнчĕç. Çанталăк та ăшă тăчĕ. Урам тулли халăх ăсатрĕ ырă кăмăллă, ĕçчен те тарават пулнă Хветура аппана юлашки çула. Ырăпа асăнса, тăпри çăмăл пултăр тесе сывпуллашрĕç. Иртнĕ çул амăшĕпе калаçса татăлнă пекех, пÿртне сутса тунă укçана Гриша ÿснĕ Белоруссири ача çуртне ярса пама килĕшрĕç. Тухас темерĕç амăшĕн сăмахĕнчен.
…Этем шăпи, этем кун-çулĕ. Кашнин хăйĕн хуйхисуйхи, хăйĕн телейĕ. Судра Венера хăйне май, Михаил Иванович хăйне май каласа пачĕç Яков Васильевича Хветура пурнăçĕпе вилĕмĕ çинчен…
Пĕр кана хăй çинчен те манчĕ Якку: асаилÿ йĕрне çухатрĕ. Кÿлĕ хĕрринче ларса самай шăнса çитнĕскер хуллен ял еннелле танккарĕ. Утрĕ те утрĕ йĕлтĕрне йăтса.
8
Кил картине кĕнĕ-кĕмен Яков Васильевича пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхĕ, хур-кăвакалĕ сăрса илчĕ. Хăлха çурăласла шăв-шав çĕкленчĕ.
— Мĕн каратăр çăвара? Уя каяс килет-и? Иртрĕ ĕнтĕ симĕс курăк çинче сиккелесси, — ун-кун пăхкаларĕ халиччен выльăх сассине илтме хăнăхман арçын. Те тутă вĕсем, те выçă — ăнланса ĕлкĕреймерĕ-ха хуçа. Тупата, кĕтÿ варрине лекнĕ пекех, çенĕк патнелле аран-аран иртрĕ.
Пÿрте кĕчĕ те хытса тăчĕ. Чăлантан Уляç тухрĕ. Авă тем калать, тем хăлаçланать. Анчах Яков Васильевич хăлхине тем мăкласа хучĕ, нимĕн те илтмест. Вĕçĕмсĕр шавлать, чашкăрать.
— Чăт, ачам, ан хуçăл, чăт. Каçар мана. Сирĕн хушша-хуппа кĕрсе пăтратас темерĕм. Пулмарĕ пурнăçу, — пăт-пат пыра-пыра çапăнаççĕ Уляç сăмахĕсем. — Çул çинче выртмасть пуль çав телей тени. Те чун сисрĕ, паян иртенпех сирĕн пата килес тесе тапалантăм. Килсе кĕтĕм те — кинĕн урайĕнчех чунĕ тухнă. Пысăк кастрюльпе шыв ăшăтнă пулмалла, шывне йăтса пынă çĕртех кайса ÿкнĕ. Те выльăхсене шăварас тенĕ. Кастрюлĕ айккинче выртать. Вĕри шывĕ пĕтĕмпех хăй айне юхса кĕнĕ… Сылтăм аллипе хăрах пичĕ çав шывпа пиçсе хăмпăланнă…
Якку куçĕсем те хуралса килчĕç, урайĕнче выртакан арăмне те тĕтре витĕр курать. Çăтать, çăтать пыра пăкă пек тăвăнса ларнă тăкăскă сывлăша, вăйпа тĕкет антарса яма хăтланса. Нимле те сывлăш çавăрса яраймасть. Пĕрре аппăшĕ çине, тепре арăмĕ çине пăхкалать.
— Эпĕ те тин çеç çитрĕм çав. Картиш тулли выльăхсем çухăрашаççĕ те — кĕтĕм, — каллех хăлхана кĕреççĕ Уляç сăмахĕсем. — Сан пата ĕçе шăнкăравларăм… Ăçта çÿрен вара эс? Ирех вилсе кайнă пуль вăл, кĕлетки хытнă, ав аллисем те хускалмаççĕ. Атя-ха çын киличчен илсе вырттарар, аван мар… Ури те çара, тăхăнтарар. Халех машина яратпăр терĕç. Больницăна леçес.
Ыйхăран вăраннă пек пулчĕ Якку, Елян умне пырса чĕркуçленчĕ, аллине тытрĕ. Сивĕннĕ этем.
— Юн пусăмĕ пĕтерчĕ ăна… Ĕнер Венерăна илсе кайнине курнă вăл, — мăкăртатрĕ арçын. — Чирлессе ĕнерех чирленĕ пулас. Куç айĕсем ирхине те хуп-хураччĕ… Эпĕ ĕнер кăшт «ăшăрах» пулнă та Елян çине çаврăнса
пăхайман. Çын ăшĕнчи çынна курăнать-и вара? Чиперех тесе. Тухса кайнă паян ирех… Хамран хам тарса çÿрекен пултăм, аппа, хама курас килмест.
— Сан сăну та йÿçĕ, ачам, пурнăçу санăн та тутлă мар пулас… — шăллĕ патне çывăхарах пырса тăчĕ аппăшĕ. — Пĕтĕм хĕн-хурпа асапа тÿссе ирттертĕмĕр, ырлăха тÿсеймерĕмĕр. Ыртăмăр ырлăхран, ыртăмăр. Эс астăваймастăн пуль, Якку, анне калатчĕ: «Этем ывăл-хĕрĕ мĕн ĕмĕртен ывăçласа сапнине ытамласа илме пĕлнĕ. Ытамласа илнине пучах çумне пучах çыхса тăп-тăп кĕлте тунă. Авăн çапсан пĕрчине кĕлете кĕртнĕ. Кĕр мăнтăрĕ чуна канăçлăх, лăпкă мăнаçлăх кÿнĕ. Ан салатăр кĕлтене. Кĕлте салансан пучах ванать, пĕрчĕ тăкăнать. Савăк çуркуннерен пуçласа хура кĕрччен тар юхтарса ĕçлени харама каять. Этем те çавах-çке. Ан салатăр çемьене, туслă пулăр, пĕрне-пĕри пулăшма васкăр. Çемье аркансан ăру саланать, халăх вăйĕ чакать. Этем çĕр çинче çуралса ÿсни сая каять», — тетчĕ. Çапла килсе çапрĕ иккен пире пурнăç алли. Туртса çыхайман кĕлте пекех саланчĕ пурнăç. Халь тинех мĕн калăн ĕнтĕ?
Хуллен илсе вырттарчĕç вилене. Кермен пек çÿллĕ те чаплă пÿрт сасартăк лăпчăнса анма тытăнчĕ, пÿрт тăвăрланчĕ.
Ĕçтăвкома шăнкăравланăранпа та вăхăт чылай иртрĕ, анчах ял çыннисем килме васкамарĕç-ха. Елян пурăннă чух та ку çурта кĕрсе курман çынсем хапха шашулккине хăлтăртаттарса тарăхтармарĕç. Юратнă-и Елян çынна, юратман-и — виле çине алăкран килсе кĕчĕ пулсан хăваласа кăларса яраймĕччĕ ĕнтĕ халь тин. Чăтса выртĕччĕ.
Ку инкеке пĕлессе те çийĕнчех никамах та пĕлеймерĕ пулас, пулăшма килекенсем те пулмарĕç. Уляçпа Якку иккĕшех аппаланчĕç. Кĕçех кантуртан машинăпа арçынсем çитрĕç. Елян ашшĕне пĕлтерчĕç. Вилене район больницине илсе кайрĕç. Каллех пушанчĕ пÿрт. Ку хутĕнче яланлăхах. Икĕ талăк ьпла выртрĕ Елян моргра. Канмалли кунсене хирĕç врачсем пулмарĕç, тунти кун тин касрĕç те, кăнтăрла иртсен тин яла таврăнчĕç.
Тĕнчене тĕлĕнтермех çуралнă тейĕн çак Елян. Мĕн туй кунĕнчен пуçласа çĕре кĕриччен сăмахлаттарчĕ, тĕлĕнтерчĕ яла. Çĕре кĕрсен те тем таран пĕççе çаптарчĕ халăха. Çын умĕнчи, таса уйри пек, йăлтах куçа курăнать, хамăр умри çеç, сĕм вăрманти пек, куçа курăнмасть теççĕ те, çавăнпа йăлтах курăнчĕ-ши Елян пурнăçĕ ял çинче. Нумай калаçтарчĕ.
Яккусен хуçалăхĕ пуянни пирки никам та иккĕленмен-ха. Этеме мĕн кирли çак хăтлă йăвара пурте пулнă, анчах никам кĕрсе курман кĕлет-нÿхрепсенче мĕн тĕрлĕ кирлĕ мар, ытлашши тавар йăтăнса-кăвакарса выртнине ют çын мар, Якку хăй те пĕлсе пĕтереймен. Тĕнче! Кам валли, хăçан хатĕрленĕ, хăçан пухса тултарнă Елян çавăн чухлĕ тупра! Темле йăванса каймарĕç Уляçпа Якку Еляна пытарсан темиçе кунран нÿхреп-кĕлетсене пăхса çаврăннă хыççăн. Мĕн çук унта! Виçĕ ĕмĕр пурăнма хатĕрленнĕ тейĕн! Çын умĕнче хăйса каламалла мар вĕт, ай турă. Компот-варени таврашĕ виç çĕр банка ытла, миххи-миххипе типĕтнĕ улма-çырла, пулă… Каласа пĕтерес çук. Катан пир-çитсă таврашне виçсе пĕтерес çук, арчи-арчипе. Пальто çухависем валли хатĕрленĕ тилĕ, соболь, норка тирĕсем вуншар. Шăрçа тесен вара — çитмĕл икĕ ярăм, ылтăн çĕрĕ — вун иккĕ. Çĕн тутăрсене çĕнĕллех кĕве чĕпĕтсе пăт-пат шăтарнă. Темиçе çулхи тырă — ăна тÿрех ĕне фермине леçтерчĕ Якку. Ултă трактор урапине те кĕмерĕç миххисем.
Çын кĕсйинчи укçана шутлаймăн та, укçаллă пулнă çав Елян, ял пĕлет. Тем пысăкăш теплицăра хăяр ÿстернĕ. Тата пĕр кĕтÿ сурăх усранă. Хăш çулĕнче вăтăр пилĕкхĕрĕх чуна çитернĕ. Яланах вĕсен картишĕнче пилĕк-ултă хĕрарăм хĕвĕшнĕ.
— Эс мĕн, пĕрчĕ сапса илĕртетне хĕрарăмсене е сăра стаканĕ кăтартса чĕнетне? Асту, ман пуç çине йăтăнса ан антăр сан теплицу, — пĕрре мар асăрхаттарнă Якку арăмне.
— Ара, Яша, ырă сунса килет вĕт килекен. Хăваласа ярас-и вара ман вĕсене? Эс ун йышши вак-тĕвекпе аппалансан патшалăх ĕçне кам тăвĕ? Эпир хамăр пĕлнĕ
пек айкашатпăр кунта, — кашнинчех сăмахне пăрнă арăмĕ. — Эс пирĕн ĕçе ан хутшăн…
Чăнах та, Елян хăçан хăяр лартнине, пахча уттине хăçан çулса пуçтарнине, вут-шанкине епле татса çурнине пĕлмен Яков Васильевич.
— Ниме турăмăр-ха паян, — текеленĕ вара кÿршисем умĕнче Елян.
Чăнахах ниме. Пахчинче пилĕк-ултă çын ярăнса утă çулать. Каç сулхăнĕ çĕр çине аннă çĕре çулса пĕтереççĕ те пахчинчех сапантуй пуçланать. Эрехĕ те вунă тĕсли çеç мар теççĕ ун нÿхрепĕнче.
— Кун сиктерсе ниме кĕрлет Елян килĕнче. Хĕвел куçне уçичченех ял çыннисем хуçи патне нимене утаççĕ: касаççĕ, чутлаççĕ, тем шаккаççĕ, анчах пĕри те пÿртне кĕрсе кураймасть. Ĕçсĕр калаçкаласа ларма пырса çÿрекенсем çук, Елян чĕнсен ĕç тума пыраççĕ пурте.
Кĕтмелле-пĕтмелле ĕçлеттермен Елян хăй çыннисене, парăмра юлман, ĕçленĕ хакне татаканни Якку та пулнă унăн. Вутă-шанкă, брикет, кирпĕч, цемент сахал килнĕ-и района? Çавсене пурне те хăй çыннисене салатса партарма пĕлнĕ Елян. «Вăт, алла алă çумасть те вара. Вăт хальхи пуçлăхсем», — пăшăлтаткаланă кÿршисем. Пайтах курнă, пайтах пĕлнĕ ял çынни, шарламан. Кама шарлăн? Район пуçлăхĕ-çке Елян упăшки. Çăхавсем те çыркаласа пăхнă. Çăхан куçне çăхан сăхни хăçан пулнă вăл?
— Ай-ай туру, ĕçе пула пуçа çĕклеме çук, — тенĕ вара Елян кашнинчех. — Паянхине пĕтертĕм çеç, ыран валли паянхинчен те ытларах купаланать. Çурăм хыçне çакнă кутамкка пекех, ниçта хăпма пĕлмест ĕç тени. Ир тăрсан пуçлан та…
Чунтан савăннă Елян. Савăнмасăр, юмахри ылтăн пулă хушнă пекех йăлтах пулса пырать те. Хăй аллипе мар, çын аллипе тума вĕренсе çитнĕ те ĕнтĕ. Сăмаххипе вара йăлтах хăй, пĕтĕмпех хăй тăвать тейĕн.
— Яков Васильевич вăл патшалăх çынни, ман патра хваттерте пурăнни çеç унăн, — тенĕ Елян упăшкине нимĕн вырăнне хумасăр. Кивĕ килĕнчен пĕр кĕреçе кăна
илсе тухнă Яккусем. Тахçанах ашшĕ лартса панă кĕреçе аврине нимле пĕремĕкпе те улăштарма килĕшмен ун чух Якку. Халĕ Елянран мĕн чухлĕ катка-пичке, савапуртă, кĕреçе-сенĕк юлнă… Ку ăпăр-тапăр ăçтан килсе тухнине пĕлекенни те арăмĕ çеç пулнă çав. Якку, хваттерте пурăннă çын майлах, нумайăшне пĕлмен. Уляç та час-час килсе çÿреймен вĕсем патне. Çыннăнне ăçтан пĕлсе пĕтеретĕн?
Шăллĕпе кинĕ хушшинче пăрçа пиçменнине курнăха Уляç, пулнă-пулнах ĕнтĕ, пурăнччăр тенĕ çамрăк мăшăра çураçтарма тăрăшса. Темле ырă кăмăллă пулсан та юрайман вăл кинне. Çавăнпах ĕнтĕ Елян çине тăнă: улталаса та йăпатса качча пама васканă вăтăр урлă каçнă Уляçа.
— Атте, çав Петĕр мĕн тери лайăх арçын, — тенĕ вăл Егор Васильевича. — Уляç — вăт мăшăр тăк мăшăр ун валли. Шалккă-çке Петĕре: арăмĕ вилни çур çул çитет, виçĕ ачапа юлчĕ.
Ăнланнă ашшĕ: икĕ упа амине пĕр шăтăкра тăвăртарах иккен. Хальлĕхе Уляç хуçа вырăнĕнче шутланнăçке-ха. Хăй хуçа пулнине кăтартма пач та тăрăшман лешĕ, кинĕн сăмахĕнчен тухман. Ĕнтĕ çĕнĕ çынна ирĕк кирлĕ, кăмака умĕ тăвăрланнă. Еляна ум памалла. Ун пек этеме ирĕк пар çеç, туххăм ĕнсе çине хăпарса ларать. Мĕн чухлĕ çын куçĕнчен пăхать, çавăн чухлĕ çиеле тухма тăрăшать, тулхăрма, хуçаланма тăрăшать Елян пекки. Чĕнтернĕ ашшĕ Петĕре, лайăх çеç хăна тунă, ачисем валли тем чул кучченеç парса янă.
Чăн та, тепĕр кунне персе çитнĕ вара Петĕр Уляçпа калаçма. Турткалашса пăхнă Уляç, анчах те ачисене хĕрхенни çĕнтернĕ, тепĕр уйăхран килĕшнĕ, качча тухнă, Еляна ирĕке хăварнă. Хăйне кинĕ куçран айккинерех сирме тăрăшнине качча кайсан виçĕ çултан тин пĕлнĕ Уляç. Ара, Петĕр хăй каласа кăтартнă Егор Васильевич мĕнле хăна тунисене. Шăкăл-шăкăл пурăннă Уляçпа Петĕр, тепĕр икĕ ача çуратса пиллĕкĕшне те тĕрĕстĕкел пăхса ÿстернĕ.
Вăт ум илнĕ вара Елян, хăй мĕн тума пултарнине
йăлтах кăтартма тытăннă. Пуçланă пурнăç урапине хăй пĕлнĕ пек кустарма. Кăмăлĕ — пыл мар унăн.
— Эп тăлăх турат мар. Çара пакартан килмен, кĕлмĕç пулман, — пат та пат патлаттарнă вăл çÿхе тутине çыртса.
Тем вăхăтра Уляçпа кинĕ хушшинчен хура кушак каçса кайнă, пĕр-пĕринпе калаçми, курайми пулса тăнă. Вĕсен хушшинчи хирĕçÿ уйрăмах Яккусем пÿрт лартсан кĕрлесе кайнă. Вăйăран вăкăр тухать тенĕ пекех пулнă, пĕчĕк япаларанах тухнă вăрçă. Тем пекех çине тăчĕ Елян уй хĕррине уйăрттарса кăларассишĕн. Уйрăлса тухнă. Ĕнтĕ никам та чăрмантаракан пулман. Таçтан туххăмрах пÿрт купалакансем çитнĕ, стенине нимепе хăпартнă. Кайранрах пÿрт çумне ытти карта-хуралтă çыпăçнă. Ашшĕ пÿртĕнчен куçса килнĕ чух Яккусен тупри мĕнпурĕ те икĕ лав çеç пулнă, çапах хурламан ун чухне ял çинче Яков Васильевича, чухăн тесе сив сăмах каласа хăртман. «Çĕнĕ уйрăмăн тупра пухасси малалла, пуç пулсан япали пулать», — тесе ăнăçу, телей суннă. Кайран тухнă Якку ял хисепĕнчен, тупра пухса çитерсен курайми пулнă ăна ял-йыш.
Лăпланнăччĕ пĕр кана, пурнăç йĕрĕ çине ÿкнĕччĕ. Çав çул çĕнĕ пÿрт ĕçки пуçтарнăччĕ. Хăна-вĕрле йышлă пухăннă. Уляç та çĕнĕ пÿрт парни илсе пынă, ырлăхсывлăх суннă. Лайăх сăнанă вăл пÿрт ăш-чиккине, анчах стена çинче ашшĕпе амăшĕн пысăклаттарнă сăн ÿкерчĕкне ниепле те шыраса тупайман. «Алă çитереймен пулас. Ара, вутри пекех тĕлкĕшрĕç кăçал, пÿрт лартса тухасси — калама канас. Ăçтан пурне те тăруках ĕлкĕрĕн? Ахаль те çын ăмсанса тăмалла, хулари кермен пек лартрĕç. Вăт аттепе аннене тăратса лартса савăнтарасчĕ пĕрре! Пÿрт ăш-чиккине ытах кивĕ рама пăсать пулсан çĕннине илсе çакчăр», — хăй тĕллĕн шухăшларĕ Уляç.
Йышлă хăна хушшинче сăмах тапратма майлă мар тенĕ-ха. Анчах тепĕр кунне чăтаймарĕ:
— Якку, пирĕн аттепе аннен пысăклатнă пĕртен-пĕр сăн ÿкерчĕкĕ ăçта? Ал çитерсе çакаймарăр-и? Тавай халь вырнаçтарас, — шăллĕне мар, кинне куçран пăхнă Уляç.
Тĕлĕнсех кайнă Елян:
— Чăнах, манса кайнă. Верандăрахчĕ. Ĕçкĕчченех çакмалла пулнă та…
— Чăнах, — çине тăнă Якку та. — Тавай çакатăп. Ăçта вăл?
— Ах тур сирĕнпе. Тĕнче пĕтет-и вара паянах? — кулам пекки тунă лешĕ, тĕпелте чуста çăраканскер. — Чимĕр-ха, тăхтăр.
— Ара, эпир хамăрах, — татах сăмах хушнă Уляç.
— Верандăраччĕ. Аппа, ан чăрман-ха эсĕ, çулталăкра пĕрре килетĕн те каллех ĕçпе супатăн. Ларса апат çырткалăр-ха. Яша, сăра ĕçтер… Рами вăл тармĕ, — сăмаха пăрса яма тăрăшнă Елян.
Манман çакна Якку, тепĕр кунне хăех шырама тытăннă сăн ÿкерчĕкне. Кăштах астунă-ха ывăлĕ ашшĕ вăрçа тухса кайнине. Вăл пĕр самантлăха лайăхрах аса илесшĕн пулнă ашшĕн сăнне. Амăшĕн сăнарĕ те кунсерен аяккарах та аяккарах кайса пынă, манасси патнех çитнĕ. Юлашки сăн ÿкерчĕке те çухатсан…
— Ай-ай турă, аптрамалла çак аппапа, ялан пирĕн хушша кĕрет. Вăрçтарасшăн çеç çÿрет. Мĕн тума кирлĕ пулчĕ ăна çав çĕрĕк рама? — тек мăкăртатнă Елян.
— Мĕн терĕн эсĕ? Çĕрĕк рама терĕн-и? Çав çĕрĕк рама ăшĕнче асран кайми аттепе аннен сăнĕсем пулнине чухлатăн-и эс, чул чĕре? — тарăхса кайнă Яков Васильевич. — Ăçта хунă эс ăна? Ниçта та тупаймарăм. Тавай тĕпеле, чи курăнакан вырăна çакса яратăп сăн ÿкерчĕке. Турăш вырăнне пултăр.
Мăртлатса-хăртлатса илнĕ Елян.
— Илсе килмен эпĕ ăна кивĕ пÿртрен питĕ пĕлессÿ килет пулсан. Таçта çĕтĕк-çатăк хушшинче выртать пуль! — тенĕ сиввĕн. — Ху ăçта пулнă тата? Илсе килмеллеччĕ сана питĕ кирлĕ пулсан. Сан аçупа сан аннÿ пуль, ман мар…
Тухса утнă Якку ашшĕ килне, анчах нимсĕрех, чĕрине çав тери ыраттарса таврăннă. Леш касри пĕр çамрăк çемьене сутса хăварнă Яккусем кивĕ пÿртне, кивĕ савăтсапине те вĕсенех парса хăварнă. Лешсен ачисем алкумĕнчи чăланта вылянă чух рама кантăкне çĕмĕрнĕ те
сăн ÿкерчĕкне çурса ватнă, паллаймиех тунă-мĕн. Темиçе пĕчĕк татăкĕ пачах çухалнă.
Айăпне хăй çинчен сирме тăрăшнă Елян, текех Уляçа айăпланă. Чăтса тăрайман Якку, çутăлтарса янă арăмне.
— Эс мана пÿрнепе тĕртме мар, сив сăмах калама юрăхлă çын мар, ыйткалакан, — тенĕ Елян шăл витĕр.
Çав кунран çÿреми пулнă вун икĕ чÿречеллĕ чул кермене Якку тăванĕсем. Такама кÿренем пекки пулнă Елян та, тутине тăснă, анчах чунĕнче савăннă.
Якку кирлĕ-кирлĕ маршăнах çатăртатма, вак-тĕвекшĕнех тулхăрма тытăннă. Кĕçех ку килти хуçа та Егор Васильевич пулса тăнă. Маннă Елян упăшки пуррине.
Капăр çÿренĕ вăл ĕçе. Киле çитсен хăй çине лăпăслăпăс халат уртса янă та текех кумнă пÿлĕмрен пÿлĕме. Çын çинче курăнакан илеме каçсерен тахăш арчине пытарса хунă тейĕн, пач урăх çын пулса тăнă Елян, хаярлансах пынă. Пайтах пулнă йĕплĕ сăмах иккĕшĕн хушшинче. Кам шутласа пĕтерĕ вĕсене?.. Витнĕ, чĕре варрине витнĕ Елян сăмахĕсем, анчах чăтнă, кашни сăмахшăн хирĕçес темен Якку.
— Ай-ай, Елян, ытла никама та юратмастăн-çке. Чĕрÿ хуп-хура пуль сан, ĕнтнĕ сысна пуçĕ пекех хура пуль. Хура çилĕпе çеç мĕнле пурăнса ирттерĕпĕр? Шĕшлĕпех хиреççĕ-им унта сана?.. Отне хирĕçетĕн ним çукшăн. Кам усраттарать сана кил карти тулли выльăх? Ытла нумая хапсăнатăн, çитмест-им? Курман пек хăтланатăн та ху пĕр канăç та курмастăн, — темиçе хутчен те лăплантарасшăн пулнă арăмне Якку. — Укçа хальлĕн хыпма хатĕр эсĕ, тупата. Мĕн пурри çитĕ. Ан ĕмĕтсĕрлен.
— Сирĕн пек çара кут пулас теместĕп! Ĕмĕрех ĕçлеме ÿркенсе çара пулнă эсир, пурăнма пĕлмен! Сирĕн йăхĕпех катка тĕпне хырса ирттернĕ, — шăтăр-шатăр каласа тăкнă лешĕ.
— Кăштах шухăшларах калаç, ухмах Праçук пек ан тăс чĕлхÿне. Хăвна канăç çук нумай выльăхпа, кăштах çавна тавçăрма пултаратăн-и эс? Ну, чĕлхе те вара сан, такам хĕскĕчĕпех туртса тăрать пуль.
— Мĕншĕн асапланатăп, тертленетĕп? Укçашăн-и? Çунса кайтăр-и укçу-пуçу. Хам ăшăнса кураймарăм ĕнтĕ, хĕлле те, çулла та пăр пек сивĕ, ачасен телейне курса ăшăнăп-и тетĕп-çке!
— Хапха питĕрсе ан пурăн, çынран ан хăра, вара ăшăнатăн…
Итлемен Елян упăшкин ăслă сăмахĕсене. Мĕн калăн ăна, хăйĕннех пенĕ вăл, хăйĕннех тунă. Хĕл варринче ял урамне ăшăтма хăтланса юман вутти çунтарса сая янăнах туйăннă унпа калаçни. Калаçса çăвар пылакне яни çеç пулнă. Вăт пулать-çке-ха çапла.
Çимĕк тĕлнелле тыр-пул парка ÿсет, хура курака пытанмалăх çеç мар пулать çуркунне ăшăрах килнĕ çулсенче. Усет, хумханать тыр-пул, пучах кăларать. Пĕрчĕ тулма, хытма тытăнать. Савăнать çĕр çынни, тырă пусси хумханнине курса чун-чĕри хăпартланса каять. Кĕтмен çĕртен хура пĕлĕт капланса килет те, тинĕс евĕр хумханса чÿхенекен тырра пăр çапса ватать, хуçса-ватса пĕтерет. Çаралать уй-хир, вăхăтсăр пушанать. Çапла пушанса-ванса юлнă Якку чĕри Ирăпа юлашки хут курса калаçнă хыççăн, юлашки шанăç сÿннĕ. Мăянпа вĕлтрен пуснă кĕрхи ана пекех, тунсăх пуснă унăн чĕрине…
9
Çапла иртрĕ кун хыççăн кун, çул хыççăн çул шурĕ. Кун иртет те, каç пулать. Эрне иртет те, уйăх тулать. Çил вĕрет-и, çумăр пĕрĕхет-и, юр ÿкет-и — шăвать вăхăт, пăхса тăмасть. Сахал мар улшăнусем пулчĕç пурнăçра та. Районсене çĕнĕрен уйăрса пĕчĕклетрĕç. Ялсенче совхозсем çуралчĕç, комплекслă бригадăсем, выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем тăва-тăва лартрĕç. Районта темиçе колхоз хăмла туса илсе чапа тухрĕ. Ĕçлерĕ те ĕçлерĕ Яков Васильевич пĕр вĕреннĕ ĕçре пусăрăнса, килĕштернĕ ĕçре чунне пусарса лăпланчĕ. Темиçе те уйрăлма тăчĕ Елянпа, татăлас патнех çитнĕ çип те татăлса каяймарĕ. Пурăнчĕç.
— Сан пек ăслă-тăнлă çын çемьене пăрахса каять-и? Ачуна, Венерăна, мĕн тери юрататăн, унсăр пурăнаймастăн
та. Сăнĕпе каснă лартнă хăвах вĕт. Уйрăласах килсен маларах, ача çураличчен, уйрăлмаллаччĕ. Венерăна ав врач ĕне сĕчĕ кирлĕ тет. Мĕн тăвăн, йăмшакрах вĕт хĕр ача. Каярах юлтăн, кĕрÿ. Иртсе кайрĕ сан пуйăс, лараймасăр юлтăн. Лăпланса-тăпланса пурăнăр ĕнтĕ, — кĕрÿшĕн шухăшне кĕнеке уçса вуланă пек вулать Егор Васильевич. — Халь тин хăвăршăн çеç мар, ача-пăчашăн пурăнăр ĕнтĕ.
Шарламастчĕ Якку. Мĕн калăн, иртсе кайрĕ пуйăс, шанчĕ, сÿнчĕ ĕмĕт. Тул енчен пĕр те пĕр пăхсан ăмсанмалла тулăх пурăнать уй хĕрринчи хуçа. Вăйлă хуçалăх тытса тăрать Елян. Хăй тăвас тенине, пĕр-пĕр усал йытă пек, шăлĕпе ярса илет те çăтса ямасăр та вĕçертмест. Венерăна шкулта отличница тăвас тесе мĕн хăтланмарĕ пуль, чăнах.
Ăслă та çивĕччĕ Венера, çăмăл вĕренетчĕ, кашни çулах мухтав хучĕ илсе пычĕ. Хăйне кирлĕ çынсемпе туслашма та, вĕсене хăна тума та чунне кăларса паратчĕ Венера амăшĕ. Хăйне кирлĕ марри вара — хăть урине çуласа яр, юраймасть кутăна, пылак çитеретĕн-и, йÿçĕ хыптаратăн-и Еляна — пĕр юрă. Уснĕçемĕн Венерăна та пистерчĕ хăйне кирлĕ мар çынсенчен, Якку тăванĕсем патне те ями пулчĕ.
Упăшки хăй умĕнче ташласа тăрасса кĕтнĕ Елян хуллен-хуллен хăй йăнăшнине ăнланма тытăнчĕ, ташласшăнах пулмарĕ Якку. Мăшăрне ашшĕпе хăратма пăхатчĕ малтанхи çулсенче, ашшĕ те ватăлчĕ ĕнтĕ. Çынсене пурăнма пĕлекеннисемпе пурăнма пĕлменнисем çине пайлатчĕ Елян. Хитри, ăсли, çирĕп чунли, хытă чĕрелли — ниме пĕлтермен сăмахсем çеç уншăн.
«Яккусем — пурăнма пĕлмен ухмахсем. Вĕсене шансан кулач çиейрес çук, хамăнах тумалла!» — эх, куçать вара алăкăн-тĕпелĕн çил кăларса. Ăçтан муртан пĕлет тулĕк Елян çын мĕнлине? «Пурăнма пĕлекеннисенчен» айккинерех пăрăнма тăрăшать вара хăй, «пурăнма пĕлменнисем» çумне çилĕмрен хытă çыпçăнать, туххăм кÿлсе ярать, туххăм иленет. Ал-ура ĕçне ăста-и этем, апат-çимĕçпе аппаланма юратать-и — часах Елян серепине кĕре-кĕре ÿкет. Кÿршĕ-аршă, тăван-пĕтен çÿремест
Яккун вун икĕ чÿречеллĕ керменне, тахçанах пистерсе пĕтернĕ вĕсене.
Малтанхи çулсенче курмăш пулатчĕ упăшки, хулленхуллен хăй те тĕрекленсе пычĕ-ши (Елянсем Терековсем пулнăран Яков Васильевич та тĕрекленсе çитрĕ теме пуçларĕç ял çинче), арăмĕ хушнине чиперех итлеме вĕренчĕ. Ара ĕнтĕ, кашни сăмахшăнах хирĕçсе пурăнаймăн. Чее Елян, ăслă, калас пеккине патлаттарса парать те кайран вара суранне çуласа сиплекен кушакла йăпăлтатма тытăнать.
Йăжах ăнланатчĕ çаксене пĕчĕклех Венера та. Кил-тĕрĕшĕнчи илемлĕ япаласене курсан унăн та чунĕ хĕпĕртетчĕ. Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чух ашшĕне райĕçтăвком председательне суйласан Венера çамрăк чĕрипе хăй çынсенчен тата пĕр картлашка çÿлерех хăпарса тăнине сисрĕ. Ачасем çивĕч туйăмлăрах, аслисем çийĕнчех туйса илейменнине те сисеççĕ. Сисрĕ те пушшех пуçне каçăртрĕ, пĕр кунтах танланчĕ, ихĕрме-ахăрма пăрахрĕ. Темшĕн учительсем те çав кунран вара ун çине халичченхи пек мар, йăвашшăнрах, юрама тăрăшнăн пăхнă пек туйăнчĕ. Уроксенче те çак усал шухăш çеç ташларĕ ун пуçĕнче.
Шкулта та кунĕ-кунĕпех Яков Васильевича пысăк вырăна суйлани çинчен калаçрĕç. Пĕр кунтах ÿссе çитрĕ вун виçĕ çулхи хĕр ача. Халиччен те пайтах илтнĕ Венера ашшĕпе амăшĕ калаçнине, анчах кашнинчех хăйне май ăнланнă. «Парнине паракансем пулсан туртăнса ан тăр, ил. Ырă сунса параççĕ вĕт. Кĕсьеренех кăларса тыттараççĕ пуль, асту, ял хуçалăх управленине ытларах колхоз председателĕсемпе инженерсем пыраççĕ. Туртсан та колхозăнне туртаççĕ вĕсем. Илмесен çын кÿренет. Хăвна пысăка хуни пулать. Радиопа мĕн чухлĕ калаççĕ, хаçатсенче мĕн чухлĕ çыраççĕ пуçлăхсен мăн кăмăллă пулмалла мар, хăйсене пысăка хумалла мар тесе. Халь çук мар, çукки параймасть. Ыйтакана пулăш», — ăс пачĕ Елян упăшкине. Чунĕпе хирĕç пулнă пулин те лăпкăнах итлесе ларчĕ, пĕрре те хирĕçлемерĕ Якку.
Аван ăнланчĕ вĕсен калаçăвне Венера. Тимлĕ пăхса çаврăнчĕ вăл хăйсен пÿртне: çемçе диван-пукансем,
кавирсем, телевизор, маччаран кĕç-вĕç чăнкăртатса-янраса каяс пек люстра çакăнса тăрать. Пÿлĕмсем çутă. Пÿлĕмне кура япали. Чÿречисем çине çакнă эрешлĕ шăтăкла урайне перĕнсе тăрать. Çак илеме пăхса тăнăçемĕн хĕр ача кĕлетки тÿрленсе-тÿрленсе пырать. Çак япаласем те этеме вăй-хал парса тăраççĕ иккен, ăшра темле ăшăрах, çăмăлрах пулса каять.
Усерехпе, саккăрмĕш-тăххăрмĕш классенче вĕреннĕ чух, районти олимпиадăсене кайсан-тусан çул çинче: «Çавăн хĕр ачи-и? Хитре-е», — пăшăл-пăшăл пырса кĕретчĕ Венера хăлхине. Чĕрене çу ирĕлтерсе янăнах пулса каятчĕ вара. Канлĕ, савăк, ырă.
Çавăн чух вара çÿхе те илемлĕ тутине (амăшĕн йăлине ÿкерсе илнĕ иккен) çăт çыртса çÿреме вĕренчĕ.
Якку тесен вара такам çине шанчĕ, Венерăн шалти кăмăл-туйăм хусканăвне пачах пĕлме тăрăшмарĕ. Райĕçтăвком председательне суйланă хыççăн пушшех те вăхăчĕ хĕсĕнчĕ. Хĕрĕ шкулта лайăх вĕренет, килте те хăйне йĕркеллĕ тытать — тата мĕн кирлĕ ашшĕне — шутламастчĕ те Венера çинчен. Çине тăнă пулсан курĕччĕ те пуль хĕрĕ вăрманти йÿçĕ улмуççи майлă пĕччен ÿснине, чĕререн калаçма, сÿтсе-явма унăн çывăх юлташĕ те çуккине. Кашнинчех: «Гудков хĕрĕ-и?» — ыйтуллăн пăхатчĕç çула-мĕне тухсан. Çав ырă туйăм, хăйне çынсенчен уйрăмрах тытни, Венера чĕринче вунă класс пĕтернĕ çĕрелле шăнкăртатса юхакан çурхи шыв пекех çул хыврĕ. Аван вĕренетчĕ. Унпа шкулта та, килте те мухтанатчĕç, пăхса тăранмалла мар вун çичĕ çулхи илемпе савăнса та тĕлĕнсе киленетчĕç. Сăнĕ, кĕлетки-çурăмĕ, пĕвĕ-сийĕ — мухтанмалăх пур. Анчах çынсем ăна юрама тăрăшни, хăйне пысăка хума вĕренни, унпа мухтанни, хисеплени пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех хĕр ача ăш-чикĕнчи пур пек сăпайлăхне, çемçе те ырă кăмăлне хупласа-хупласа пĕтерсе пычĕ, амăшĕн сĕчĕпе, юнĕпе ăша кĕнĕ туйăм, çынсене юратманни, мăнкăмăллăхĕ ÿссе аталансах пычĕç, çиеле тухма тытăнчĕç.
Гудков хĕрĕ тенине илтетчĕ те Венера хăй ăçта ларни-тăнине манатчĕ.
Пĕррехинче çапла ялти клуба ташă каçне кайрĕ хĕр. Ташă вăхăтĕнче ун патне кÿршĕ урамри Костьăпа унăн Шупашкартан килнĕ юлташĕ çыпăçрĕç. Иккĕшĕ те самай хĕрĕнкĕ. Хăпасшăн пулмарĕ ют каччă илемлĕ хĕртен, ташша чĕнчĕ. Венера ÿсĕрпе ташлама килĕшмерĕ. Хĕремесленсе кайрĕ лешĕ, хур аçи пек мăйне тăсрĕ, киревсĕр сăмахсем тăкма тытăнчĕ. Ял çамрăкĕсем пырса лăплантариччен: «Мерси, пардон, принцесса, подумаешь», — тем те пĕр каласа хучĕ, хуçкаланчĕ хĕр умĕнче. Кунашкал кÿрентернине халиччен курман Венера питĕ тарăхрĕ, куççульне çăта-çăта килнелле чупрĕ.
Тепĕр кунне ирех хайхи Костьăпа Шупашкар каччи каçару ыйтма персе çитрĕç. Тарăхни иртсе кайнăччĕ те, тĕлĕннине кăтартмарĕ Венера. Каçхине вара Костя амăшĕ хăй кăштăртатса çитрĕ.
— Пĕлмен вĕт эс камне, пĕлмен кам хĕрне, каçар ĕнтĕ, ачам. Аçу хăлхине кĕрсен мĕн калĕ? Ан пĕлтерĕр Якăх Васильчăна, тархасшăн, — куçран пăхрĕ хĕр ачана ватă хĕрарăм.
Сиксе илчĕç хĕрĕн сăмса çунаттисем:
— Пĕлмен! Пĕлмен тесе хĕрсене çĕрти çÿп вырăнне хума та юрать тет-и? Вĕсем шăлаварпа тесе… Яков Васильевич хĕрĕ мар, пĕр-пĕр Пăлаки хĕрĕ пулсан тем калама та юрать тет-и? — çав тери тарăхса кайрĕ Венера.
— Çапли çапла-ха та, хĕрĕм… Çапах ан систерĕр аçуна… Ÿсĕр пулнă-çке, ах çав эрехе…
— Юрĕ-çке, ача-пăча хыççăн кайсан… Тем туниех мар та, çапах ашшĕ хăлхине кĕрсен аван мар ĕнтĕ. Шарламăпăр. Эсĕ пушă мар-и, аппа, пулăш-ха кăштах. Теплицăна тислĕк кăлармалла ман, нимле те ал çитмест. Пĕрехмай ĕçре. Яков Васильевичăн ни пурри, ни çукки çеç, кил тĕлне те пĕлмест, — сăмах хушрĕ Елян та.
— Ара, пысăк ĕçри çыннăн çав ĕнтĕ, пулăшăп, пулăшăп. Ял çьпшине ял çынни ăнланмасан мĕнле вара, пулăшăп, — хыпаланса ÿкрĕ хĕрарăм.
Тепĕр кунне яра куна Якку витинчен йĕпе тислĕк кăларчĕ Костя амăшĕ, мĕн сÿслениччен, пилĕкĕ тÿрленми пуличчен ĕçлерĕ Елян патĕнче.
— Пуянлăх вăл кĕленче савăтра усракан кислота. Тăрсан-тăрсан кĕленче савăтне хăйне те çисе ярать, — тенĕччĕ пĕр диспутра Венерăпа пĕр класра вĕренекен Вадим. Хăлхана чикмерĕ ун чухне хĕр ача Вадим сăмахне, текех Костя амăпше аса илсе хĕпĕртесе-савăнса ларчĕ.
«Мĕн вăл диспут… Вăн Костя амăшĕ анкартинчи тислĕкпе хăйне евĕр диспут ирттерчĕ, кунĕпе çамки тăрăх тар юхтарчĕ. Виçĕ пус пачĕç-и ăна уншăн? Мĕншĕн тертленчĕ хĕрарăм? Укçашăн-и? Аттепе аннене юратса-и? Шиш! Хăраса, аттерен хăраса ĕçлерĕ. Акă вăл этем вăйĕ! Влаç тенипе усă курма пĕлсен эс вăйлă, телейлĕ! Вăт сана диспут», — тĕпĕртетсе сикрĕ Венера чĕри. Ватă çынна хĕрхенесси те, амăшне тиркес шухăш та пуç патне пымарĕç, магнитофон кĕрлевĕпе тем таран савăнса вăр та вăр ташласа çаврăнчĕ. «Çапла ташласа тăччăр сан умра, çапла пурăнма пĕлмелле», — хăйне май ăнланчĕ Венера амăшĕ тахçан каланă сăмаха.
Шыракан тупать тет. Венерăн пуçĕнчи ахаль те кĕрлесех вĕрекен усал шухăшсене чĕринех çапса кĕртсе лартма пулăшакан наркăмăш тупăнсах тăчĕ. Хытса çирĕпленмен иккĕленÿллĕ шухăш-кăмăла, пĕтĕм ăш-чике наркăмăшлă им-çампа минретнĕ пекех минретрĕ. Улшăнсах, куштанлансах пычĕ хĕр ача, мăнкăмăлланчĕ.
Пĕррехинче, тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухне, Венера хăй тантăшĕпе Ленăпа туфли туянма кайнăччĕ район центрне. Универмагра хитре туфли тупрĕç-ха вĕсем, анчах укçи çитмерĕ, ашшĕ патне кайрĕç. Пырса кĕчĕç райĕçтăвком çуртне, пÿлĕмне те шыраса тупрĕç. Уçă алăкран Яков Васильевич çирĕп сасăпа ăс пани илтĕнет. Хытах пĕсĕрлентерет такама.
— Сана мĕн тума килсе лартнă кунта? Телефонпа савнисемпе ихĕлтетме-и? Пĕр ĕçлеме памастăр. Куратăн-и, кунĕпе çын вĕркет. Алăк хупăна пĕлмест, кунĕпе чĕриклетет, кунĕпе юрлать, тупнă фортепьяно. Пĕри кĕрет, тепри тухать. Ăнланатăн-и? Килен-каяна лăпкăн ăнлантарса ман патран айккинерех ăсатма хăçан вĕренсе çитетĕн?
Нимĕн те ăнланмарĕ Венера. Ашшĕ килте аплах тул-
хăрайманнине пĕлет-çке-ха вăл. Хирĕç чĕнни те илтĕнмерĕ.
— Картса хур. Ыйтакансем-и, хушакансем-и, телефонпа чĕнеççĕ-и — ĕç вăхăтĕнче ман тус та, тăван та, хăта-тăхлач та çук. Эп ĕçре! Яваплă ĕçре. Район, пĕтĕм район ман пуç çинче! Ман доклад хатĕрлемелле!
Чĕрне вĕççĕн, сывламасăр, ни вилĕ, ни чĕрĕ тухрĕ Гудков пÿлĕмĕнчен çап-çамрăк хĕр ача секретарь. Пичĕ çине пăчăр-пăчăр хĕрлĕ тапса тухнă. «Питĕ вăхăтсăр çитнĕ-çке эпир, пире те кĕртмест пуль, — иккĕленчĕ Венера. — Паçăр та шăп та лăп ик сехет кĕтрĕмĕр. Апата кайнă терĕç. Вун иккĕрен иккĕччен çиеççĕ, тем, апатне. Халь доклад çырмалла тата. Лена тесен вара, Лена шикленсех ÿкрĕ, Венерăна кăлт тĕкрĕ чавсинчен: «Атя шăвăнар кунтан». Тем ăс тытрĕ Венера, секретаре хăй камне тĕрĕссине каламарĕ: «Шкултан», — терĕ пĕр сăмахпа. Хĕрхенсе пăрахрĕ вăл секретаре. Вăт мĕнле вăл çын куçĕнчен пăхасси. Пичĕ çинчи хĕрлĕ пăнчăсем халĕ те хĕмленеççĕ-ха хĕр ачан.
— Докладне çырса пĕтериччен пĕрер сехет çÿрĕр, — терĕ вĕсене секретарь.
— Атя кайрăмăр. Ара, ĕç вăхăтĕнче ман тус та, тăван та çук терĕ те, мĕн усăсăр кĕтес, — кайма хистерĕ Лена. — Ятлаçса тăкрĕ тĕк пĕрре.
Тухса утрĕç. Тепĕр сехетрен каллех çитрĕç.
— Паян çынсене йышăнмалли кун мар, Яков Васильевич патне лекмесен те пултаратăр, — хăюллăрах калаçрĕ ку хутĕнче секретарь.
Çав хушăра Яков Васильевич пÿлĕмне кушак пек çемçен пусса поднос йăтнă шурă халатлă хĕрарăм кĕрсе кайрĕ. Пур çĕре те кофе шăрши сарăлчĕ. Йăрлатсах юхса анчĕ сурчăк иртен вара ăша тĕпренчĕк яман Венерăн. Çăтса ĕлкĕрмелле мар шыв тулчĕ çăвара. Шурă халатли тухса кайса çеç ĕлкĕрнĕччĕ, кассир ĕç укçи илсе килчĕ. Хĕпĕртенипе чан çапмах пуçларĕ Венера чĕринче. Вăт çак кирлĕ те! Паян ĕç укçи пуласса пĕлнĕ вăл, çавна шута илсе килнĕ. Мĕнле ырă пурнăç пуçлăхсен! Ĕç укçине пÿлĕмех илсе килсе параççĕ. Кĕсьери шалу укçине
чăштăртаттарса рехетленсе ларать ĕнтĕ ашшĕ кофе стаканне ачашласа. Кофе кăмăл туртăмне, ĕçлес хавала ÿстерет, ăслă шухăш çуратать. Венерăн та çак самантра пĕр-пĕр пысăк начальник пулас килет, кофе ĕçес килет, пысăк шалу илес килнĕрен ал тупанĕ кĕçĕтет.
Каç енне сулăнчĕ. Кĕрсе кураймарĕ Венера ашшĕ патне. Шанчĕ туфли илесси. Кĕтекенсем сисиччен шур лĕпĕшрен те çăмăллăнрах тухса вĕçнĕ иккен пуçлăх тепĕр алăкĕнчен.
10
Çав çулхине иртерех çитрĕ çуркунне, иртерех юхса анчĕ юр шывĕ. Юр часах хуралса шăтăкланса кайрĕ те нумай выртмарĕ. Апрель пуçламăшĕнчех çуна тупанĕ ăшăнса çитеймен çĕре перĕнсе шăнкăртататчĕ те, уйăх вĕçнелле вара çĕмĕрт çулçă кăларчĕ.
Май уявĕ тĕлне шукăль çи-пуç пăхма тесе Венерăпа Лена каллех район центрне кайнăччĕ. Пыратчĕç тантăшсем тĕп урампа, пĕр çурт кĕтессинче çаксем арçынпа хĕрарăм пĕр-пĕрне куçа-куçăн пăхса тăнине асăрхарĕç. Çурăмпа тăрать арçын, çапах çийĕнчех палларĕ Венера ашшĕне.
Хĕрарăмĕ çав тери илемлĕ, çирĕм пилĕк-çирĕм çичĕ çулсенче темелле. Сăран пальтине йÿле янă. Уринче шĕвĕр кĕлеллĕ хура туфли, ури вара, ури, карасран шăратса кăларнă пек, пăнч çурăлса каясла.
Яков Васильевич хăйсем çывăхĕнче тăракан Венерăпа тантăшне асăрхарĕ пулас, тем калама тăнăччĕ, çав самантрах ун умне темле арçын çитсе тăчĕ. Хĕрарăмпа иккĕшне те аллисенчен ярса илчĕ те савăнăçлăн кăшкăрашма пуçларĕ.
Ашшĕ хăйне курчĕ пулсан айккинчен сăнаса тăма аван мар тесе Венера та вĕсем еннелле утрĕ…
Калаçнă тăрăх ку арçын Яков Васильевичпа пĕрле эрне каялла çеç Болгарирен таврăннине ăнланчĕç хĕр ачасем. Акă пуçларĕ арçын панккама, хаваслăн кулма. Вăл халь çеç Шупашкартан кунти «Сельхозтехника» пĕрлешĕве командировкăна килнĕ те Яков Васильевичпа
унăн ытарайми арăмне, Жанна Петровнăна, курас тесе хыпăнса çÿрет имĕш.
— Мĕн тери лайăх, шырама та кирлĕ пулмарĕ. Иксĕре те пĕрле тĕл пуласса тĕлĕкре те тĕлленмен, — вĕсен аллисене хытă-хытă чăмăртарĕ арçын.
Туртăнчĕ хĕрарăм, кайма тăчĕ, анчах лешĕ унăн аллине вĕçертмерĕ, тата хытăрах пăчăртарĕ.
Питĕ лайăх ăнланчĕ Венера ку сăмахсен пĕлтерĕшне, куçĕнчен çулăм тухса кайрĕ. Кĕç макăрса ярас тенĕ чух Ленăран аванмарланни тытса чарчĕ: чăтрĕ, шăлне çыртрĕ.
— Отелло! Дездемона! — çав-çавах хуçкаланчĕ арçын, Яков Васильевич вăрттăн асăрхаттарнине ăнланмасăр сăмах çапаканскер. — Эсир маттур! Болгарие иксĕр пĕрле пырса çав тери ăслă тунă. Иккĕн канма та аванах, мĕн каласси пур.
Тĕтреленчĕ Венера куçĕ: пĕрре ашшĕ çине, тепре майри çине тинкерчĕ.
— Жанна Петровна, садикри ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ? Йывăр пулĕ пуçлăх пулма? Хăлха хупланса ларать пуль кун каçа, епле чăтатăр ача-пăча шавне? Мĕншĕн ĕçлеттеретĕр Жанна Петровнăна, Яков Васильевич? Мĕн, ĕç укçи çитмест-и?
Çак самантра çĕр айне анса кайма хатĕрччĕ Венера: Лена та йăлтах илтрĕ-çке, йăлтах ăнланчĕ. Халĕ ун умĕнче ашшĕ те мар, халиччен чунĕпе-чĕрипе шанса-ĕненсе пурăннă çывăх çын та мар, темле палламалла мар ватăлса ларнă хăрушă ултавçă тăнăн туйăнчĕ. Сахал мар илтнĕ Венера ашшĕ çинчен: ыррине те, усаллине те, пайтах иккĕленнĕ вăл, чăнлăх шыранă. Лапах сÿнтерчĕ çак самант иккĕленÿ вутне, юлашки шанăç, ĕненÿ пĕтрĕ. Вутсăр-кĕлсĕр çунтарса ярасла курайманлăхпа пăхрĕ хĕрĕ ашшĕ енне. «Çук иккĕн çĕр çинче чăнлăхпа тĕрĕслĕх, йĕри-тавра ултав, суя!»
Яков Васильевич та тем каласшăн пулса çăварне уçрĕ, анчах хĕрĕн çунса ялкăшакан куçне, сиксе ташлакан сăмса çунаттисене курсан хăраса кайрĕ, чĕнмерĕ. Чăтса тăраймарĕ Венера, кĕç-вĕç макăрса ярас вырăнне шăлне çыртрĕ, варт çаврăнчĕ те танлăн утса кайрĕ. Ашшĕ иккĕ
те чĕнчĕ ятран, çаврăнса пăхмарĕ хĕр, юнашар утакан Ленăна та курмарĕ, автовокзал еннелле утрĕ те утрĕ…
Автобусра та çул тăршшĕпе пуçне çĕклемерĕ Венера, тантăшĕ йăпатнине те итлемерĕ. Ĕсĕклесе пынă май сывлайми пулса ларчĕ. Юрать-ха хыçалти ларкăчсем çине вырнаçнăччĕ вĕсем. Çавăнпа хĕр ача куççульне никамах та курмарĕ.
Килне çитсен те лăпланаймарĕ Венера, анчах шарламарĕ амăшне курни-илтнине. «Каçарах юлтăм, урок тумалли нумай», — тесе хăй пÿлĕмне иртме васкарĕ. Апатне сивĕллех ик-виç çăвар хыпкаларĕ, вăл та анмарĕ. Мĕн урокĕ тата? Вулани пуçа кĕрет-и? Çаврăнать, пĕтĕрĕнет шухăш: «Йĕри-тавра ултавпа суя çак килте». Пуçĕ çаврăнать çакна курса Венерăн. Арпашу пуçра, çурхи пăтранчăк шыв кĕрлевĕ. «Вăт ĕнен аслисен сăмахне, хăшĕ тĕрĕс, хăшĕ суя — пĕлсе пĕтер…»
Сехет иртрĕ-ши, иртмерĕ-ши — Яков Васильевич та киле персе çитрĕ… Чĕрне вĕççĕн тенĕ пекех пырса кĕчĕ хапхинчен, сывламасăр хăпарса тăчĕ алкум картлашки çине. Вăрттăн, тем шыранăн, такамран хăранăн кил карти енчи кантăкран чĕвен тăрса пăхрĕ пÿртелле. Хальхаль анса ларас-и тесе хĕмленекен хĕвел çути пÿрт тулли кĕрсе тулнă, çап-çутă йăлтăртатать. Анчах хăрамалли çук, хăватлă хĕвел çути те этеме витĕр çутатса пăхаймасть çав, этем ăшĕнче мĕнле çĕлен-калта йăва çавăрнине тÿрех никам та пĕлеймест.
«Каларех ĕнтĕ амăшне», — аслатиллĕ, çиллĕ-тăвăллă çумăр çăвасса кĕтрĕ вăл пÿрте кĕрсен. Васкамарĕ хывăнма — вăхăта тăсма, Елян шухăшне пĕлме тăрăшрĕ. Ак пушанса тухрĕ арăмĕ кухньăран, чиперех: «Çитрĕне?» — терĕ, сĕтел çине апат хатĕрлеме тытăнчĕ. Куç айĕн сăнарĕ арçын. Çук. Пăрлă çумăр килсе çапас пек мар. Хура пĕлĕтсем чупни те курăнмарĕ. Пулман эппин сăмах-юмах. Шарламан-мĕн Венера.
Çĕрĕпе чĕлкĕм куç хупмарĕ Яков Васильевич, ултав çиеле тухнишĕн хытă пăшăрханчĕ, ыйхă тĕлĕшпе шухăшсем те асар-писер çилпе чÿхенекен кÿлĕри кимĕ пекех чÿхенчĕç. Кимми йывăç тункати çине, пысăк чул катăкĕ
çине пыра-пыра çапăннăн, шарт-шарт сиксе вăранавăрана кайрĕ кăтăш пулма пуçласанах. Пĕрре хĕрĕ, пĕрре майри, тепре командировкăна килнĕ леш Шупашкар çынни, унтан сатин шăлавар тăхăннă арçын ачапа Елян пыра-пыра сырăнчĕç куç умне. Çапла-çке вăл ултавлă пурнăç: пĕрре юратнă хĕрарăм пекех ыталать, ачашлать; тепре мăя чул çыхать те пĕр хĕрхенмесĕр шыва пăрахать. Ишсе тухайратăн пулсан — тух, тухаймасан — пут, пĕт.
Çывăрни тулкки пулмарĕ Венерăн та. Çав кун хыççăн икĕ эрне ашшĕне куçран пăхма шикленсе çÿрерĕ. «Шăнтăм пулмалла, чирлерĕм, пуç ыратать», — тесе хăй пÿлĕмĕнчен тухмасăр пурăнчĕ. Нихçан якалмалла мар карт картланчĕ вун ултă çулхи хĕрĕн çамки çине, пĕрремĕш карт. Çын куçĕнчен, кун çутинчен, çурхи хĕвел ăшшинчен хăракан сивĕ Юр пике пулса тăчĕ Яккун пĕртен-пĕр хĕрĕ çав кун хыççăн, тăван ашшĕне шанми, курайми, ĕненми пулса юлчĕ, нихçан каçармалла мар кÿренчĕ.
Çанталăкĕ вара кунран-кун ăшăтса пычĕ. Каçсерен çăлтăрсем каçхи вăййа тухаççĕ. Çÿхе туталлă çамрăк уйăх куç хĕссе кулать, иккĕн утмалли сукмак çине ылтăнкĕмĕл сапалать. Йывăç-курăк ачаш çулçă кăларать. Çĕнĕрен çуралса çĕкленет çут çанталăк, вăй илет. Сывлăшĕ те кăн-кăвак, ахах-мерчен: кăнтăр енчен вĕрекен ăшă çил питрен çупăрлать, ачашлать, урама чĕнет.
Вун çичче кайрĕ Венера, анчах çут çанталăк улшăнса çĕнелнине, çурхи тĕнче илемне пĕрремĕш хут курмасăр-илтмесĕр юлчĕ. Ленăран именсе, ашшĕшĕн намăсланса икĕ эрне урама тухмарĕ. Хăйĕн чул пек йывăр шухăшĕсене никампа та сÿтсе яваймарĕ, чунне пусараймарĕ, пĕр-пĕчченех çунчĕ те çунчĕ.
Яков Васильевич та мухмăртан уйрăлса çитеймен, ĕçке ернĕ çын манерлĕ çÿрерĕ темиçе кун. Çиелтен пăхсан чиперех темелле, ĕçе те вăхăтра туха-туха каять, киле те вăхăтрах таврăнать, анчах темле ыйхăллă çын майлă. Хирĕç пулакансене те чĕннĕ-чĕнмен ирттеркелесе ярать, апат ыйтнине те, ывăннине те туймасть темелле — чĕмсĕр, йывăр кăмăллă.
— Чирлерĕн-им? — ыйтрĕ аптранă енне Елян. — Мĕн халичченхи пек мар эс? Ĕçре ăнса пымасть-им?
— Çук, чирлемен. Ĕçре унта вутри пек ĕнтĕ…
— Ывăнтăн-и вара çав териех? Çăвар та уçас килмест-и?
— Çук, ывăнман. Ăшра лăпкă мар та…
Йĕпе çине сапа тенĕ пекех, хĕрĕ умĕнче намăспа хĕрелнĕ сăн-пичĕ шуралса та ĕлкĕрейменччĕ, Яков Васильевич çине тепĕр инкек йăтăнса анчĕ. «Капкăн» журналта пысăк фельетон çапăнса тухрĕ. Фельетонра хальхи обществăри учитель вырăнĕ, ачасемпе çул çитмен çамрăксене обществăра тата çемьере воспитани парасси, районта вĕренупе воспитани ĕçне лайăхлатасси çинчен çырнă. «Райĕçтăвком шкулсен нушине курмасть, вĕсене пулăшмасть, курма та тăрăшмасть, — тенĕ автор. — Паянхи куна çитсе ĕçпе кану лагерĕсем уçман, производство бригадисем йĕркелемен. Хăш-пĕр колхозсемпе совхозсем шкулсене çĕр лаптăкĕ те уйăрса парасшăн мар, çуллахи столовăйсем ĕçлемеççĕ. Хăйсем вара алă çитмест тесе пахча çимĕç лаптăкĕсене çум курăк айĕнче усраççĕ…»
Малалла фельетон авторĕ Яков Васильевичăн килти пахчинчи «çăтмах» çинчен тем те пĕр çырса кайнă. Пахча мар, дендрари имĕш кунта. Йăранĕсем хур кайăк çулĕ пек тÿп-тÿрĕ тăсăлса выртни космос карапĕнчен те курăнмалла. Тăприне вĕтĕ алапах алланă — мамăкран кăпăш. Йывăçсем çинче — шăнкăрчсем валли ятарласа çакнă пĕр пÿлĕмлĕ хваттерсем. Кайăкĕ çеç мар, йывăçĕ-курăкĕ те ирсерен пуç тайсах тав тăвать тет ăна: крыжовникпа хурлăханран пуçласа грушăпа слива таран, тĕрлĕ тĕслĕ чечекĕ. Роза тени вара кăмрăкран хури, юртан шурри пур тет. Вĕсене хĕл сиввинче райĕçтăвком машинипех пăчкă кĕрпи тиесе килсе витеççĕ тет. Кил хушшине асфальт сарнă, ăна кĕрлĕ-çурлă кунсенче ялти ĕçчен хĕрарăмсем, урай çунă пек, мунчалапах çăваççĕ тет. Хăяр теплицине те эх! мухтанă. Яккусен пахчинче кунĕн-çĕрĕн ĕçлекен ял çыннисен ячĕсене пĕтĕмпех асăнса тухнă. «Яков Васильевич районти шăтса пĕтнĕ çулсене асфальт
сарасшăн, учительсем валли шăнкăрч вĕлли пек хăтлă хваттерсем туса парасшăн тет-ха», — тенĕ статья вĕçĕнче.
Тимлĕ паллашрĕ райĕçтăвком председателĕ фельетонпа, çине-çине виçĕ хутчен вуласа тухрĕ. «Пур кунта тĕрĕс шухăш, тĕрĕс сăмахсем пур», — килĕшрĕ вăл пĕр кĕтмен çĕртен. Çапах та критика вăл тин юхтарнă çĕнĕ пыл мар, кашăк шывпа та анса каясшăнах пулмарĕ. Фельетон хыççăнхи калаçусене те тусĕмлĕн чăтса ирттерчĕ район пуçлăхĕ.
Уйăх хыççăн уйăх иртрĕ, мухтав тупине хăпарса çитнĕ Якку тепĕр хут çăмăллăн утма тытăннăччĕ, пулать вĕт, каллех такăнмалли тупăнчĕ. Яков Васильевичпа пĕрле Болгарие канма кайса килнĕ Жанна Петровна хĕр ача çуратнă текен сăмах-юмах çĕкленчĕ. Çак хыпар вара пĕтĕм района пĕççе çаптарса тĕлĕнтерчĕ…
Темиçе уйăхрах палăрмалла улшăнчĕ Венера. Тахăш вăхăтра юнтарма вĕренчĕ. Хаклăран та хаклă кĕпе-тумтир ыйтма пуçларĕ. Мĕн ыйтать — ашшĕ тÿрех пурнăçлать. Вăт тĕнче кĕнчели! Ырă пурнăç çулĕ çине хăвăртах ÿкрĕ вун улттăри хĕр. Пĕррехинче: «Пальто тĕсĕ килĕшмест», — терĕ çеç, тепĕр кунне пăта çине чаплă кĕрĕк килсе çакăнчĕ.
«Пĕтĕм тĕнче укçа çинче тытăнса тăрать, — шухăшне çирĕплетрĕ Венера. — Мĕн çитмест халь? Çамрăксен умĕнчи пуласлăх алăкне яриех уçса хунă — кĕр, çÿре, савăн. Нумай шухăшласа пуçа ватмасăр та пурăнма пулать. Иртни мĕн тума кирлĕ? Вăл пире çуначĕпе те çапса ыраттарас çук, хÿрипе те перĕнес çук. Мĕн хăрушши пур иртни çумĕнче?»
Хăй шухăшне сăмахпа çеç мар, ĕçпе те çирĕплетме тытăнчĕ Венера. Вуннăмĕш класа кайма тăрсан шкул формине яхăнне те тăхăнма килĕшмерĕ: «Шурă саппун вăхăчĕ иртсе кайнă», — терĕ. Хаклă йышши костюм çĕлеттерчĕ, кĕпесем туянтарчĕ. Хĕрĕ умне чĕркуçленмелли çеç юлчĕ Яккун. Елян ташлаттарайманнине хĕрĕ ташлаттарма тытăнчĕ алă çулалла çывхаракан Яков Васильевича.
— Атте, эсĕ кашнинчех эсир те пулин эпир курнине ан курăр теттĕн-çке, — куçран пăхрĕ пĕррехинче хĕрĕ ашшĕне. — Кутамкка мĕн чухлĕ пушăрах, утма çавăн чухлĕ çăмăлтараххине кам пĕлмест? Йывăç çинчи хăрнă туратсене вăхăтра касса пăрахма пĕлмелле тетĕн. Турра ĕненни, шуйттанран, намăсран хăрани, хăвна ытлашши кăтартмасăр шикленсе сăпайлă пулни кив тĕнчерен юлнă йăласем çеç мар-и? Хальхи çамрăксем ăслă, нумай вĕреннĕ, хăюллă. Вĕсем шуйттанран та, турăран та хăрамаççĕ, тĕнче уçлăхне вĕçеççĕ, тинĕс тĕпне анса хăпараççĕ. Ĕçе ухмах та ĕçлет. Пурăнма пурте пĕлмеççĕ…
Çак сăмахсемпе тĕлĕнтерсех ячĕ Венера ашшĕне хăй шухăшне пĕрремĕш хут уçса парса. Акă сана ме! Чăнах та, Якку хĕрĕпе чыспа хисеп çинчен нихçан та калаçманччĕ. Акă мĕнле хăйне май çавăрса хучĕ вăл сăмаха.
«Апла ан ту», «юрамасть» сăмахсен пĕлтерĕшне тахçанах ăнланми пулнăччĕ Венера, вĕсем урлă чугун çул хĕрринчи шлагбаум кашти урлă каçнă пекех çăмăллăн каçса çÿретчĕ. Пĕрремĕш класранах виçĕ отличникчĕ вĕсен класĕнче: Вадим, Венера, Лена. Виççĕшĕ те ялан пĕрлеччĕ. Ăмсанатчĕç ыттисем, юрататчĕç, вĕсем хыççăн туртăнатчĕç. Учительсем те вĕсене шкул пуласлăхĕ çине пăхнă пек шанатчĕç. Пĕрле хаçат кăлармалла-и, пуху ирттермелле-и — виççĕшĕ туххăмрах ăслă шухăш шыраса тупатчĕç. Вуннăмĕш класра вĕреннĕ чух тантăшсем гитара туянса ячĕç. Лена сăввине çыратчĕ, Вадим кĕввине майлатчĕ, Венера юрлатчĕ… Çапах та Венера ялан малта, юлташĕсенчен пĕр картлашка çÿлерех тăма тăрăшнă, чапшăн çуннă, хăйне мухтанине юратнă.
Пурăна киле райĕçтăвком председателĕн хĕрĕ обществăлла ĕçсенчен те пăрăнма тытăнчĕ, Вадимпа Лена пĕрпĕрне юратаççĕ тесе кĕвĕçме, тарăхма пуçларĕ. Юлашкинчен вăл Ленăпа хирĕçсех кайрĕ. Виçĕ юлташ хушшинчи туслăх яланлăхах пĕтрĕ…
Çав çул Çăкалăхри шкулта физика вĕрентекен çамрăк учитель, университетра кĕрет мар вĕренекен Георгий Николаевич Петрухин, ĕçлеме пуçларĕ. Илемлĕ сăн-питлĕ, яш хăва хулли пек кĕлеткеллĕ Шупашкар каччи ял пурнăçне часах хăнăхаймарĕ пулас, кашни эрнерех хулана кайса килетчĕ. Физика учителĕ улшăннăшăн Венера
хытă савăнчĕ. Ара, ватă учитель чул пекех хьпăччĕ те, ăна вăл «тăваттăсем» лартса пама та ухутаччĕ. «Тăваттăсемпе» вара ылтăн медаль илеймессине те ăнланатчĕ Якку хĕрĕ.
Чăн та, çĕнĕ учитель ыттисенчен самай раснарахчĕ. Пирвайхи кунсенчех вăл хăйне Венерăпа асăрхануллăрах тытма тăрăшрĕ. Пĕррехинче физика учителĕ унран урок ыйтрĕ. Венера доска умне тухса тăрсан Георгий Николаевича куçран пăхса илчĕ те хĕрелсе кайрĕ. Хитрех çав учитель, çамрăк, такама та килĕшмелле яка тăхăннă. Ăна кура каччă та вăтанса пуçне пĕкрĕ. Çурăмĕ тарласа кайрĕ Венерăн, урокне те каласа параймарĕ, пуçне уснипех тăчĕ.
Ятламарĕ учитель, журнал çине «иккĕ» лартмарĕ. Сиксе тухас пек тĕпĕртетрĕ хĕр чĕри, урок итлени те пулмарĕ. Нихçан пулман туйăм çавăрса илчĕ, ниепле те канăç памарĕ ăна.
Çĕнĕ çул умĕн физика учителĕ класри виçĕ юлташа хăйĕн çуралнă кунне паллă тума хваттере чĕнчĕ. Вадимпа Лена темшĕн пыраймарĕç. Пĕчченех кайрĕ Венера. Шупашкартан Георгий Николаевичăн виçĕ тусĕ килнĕ иккен. Кашниех Венерăпа çамрăк физикпа пĕрле вĕреннĕ тесе паллашрĕç. Виççĕшĕ те вăрăм çÿçлĕ, пĕрре пăхма кăмăллă та çаврăнăçуллă. Çĕрĕпех хăйсен хушшинче акăлчанла перкелешсе ларчĕç, ют çĕршыври тĕрлĕ ансамбльсен юррисене итлерĕç. Питĕ савăнăçлă иртрĕ учитель менелникĕ аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксен йышĕнче. Нимĕç чĕлхи вĕренекен Венера ни юррисене, ни каччăсем акăлчанла мĕн сÿпĕлтетнине ăнланмарĕ пулин те, хăйне лăпкăн тытрĕ. Физик тăлмачă вырăнне пулчĕ, ăшă сăмахсемпе хĕр ача пуçне самаях минретрĕ. Нумай сĕнмерĕç хĕре, нумай ĕçтермерĕç, чĕлхи-çăварĕсем те усал сăмах каламарĕç. Хăйсем пĕлменни нимĕн те çук. Килĕшмесĕр, килĕшрĕç Венерăна каччăсем, кашни ташă хыççăн аллисене чуптăваççĕ, пуç таяççĕ, пĕрин хыççăн тепри çăвара шоколад хыптараççĕ.
Çÿлти пĕлĕт çинче ларнăнах туйăнчĕ Венерăна: «Тем пек ăмсанĕччĕ Лена мана курнă пулсан». Высоцкий юррисем те янрарĕç. Темле маркăсем, значоксем пăхкаласа
ларчĕç. Киле кайма пуçтарăннăччĕ Венера, вун пĕрччен ларма хистерĕ физик. Самаях ĕçрĕç, анчах пĕри те ÿсĕрĕлмерĕ. Вун пĕр сехетре физик транзистор туртса кăларчĕ те пурте пĕрле «Голос Америки» передачисене итлеме пуçларĕç. Каччăсем тĕрлĕ черетсенче çынсем çапăçни, çулсем çинче аварисем пулни çинчен савăнса калаçаççĕ, ахăраççĕ. Хулара пурăнса курман Венера хирĕç нимех те тавăрса калаймарĕ. Ара, ăçтан пĕлтĕр вăл хула пурнăçне?
Тĕлĕнсе ларчĕ хĕр çамрăксем нумай пĕлнинчен. Тем тĕрлĕ хуçкаланчĕç, сикрĕç, вун иккĕ çитеспе тин ăсатрĕç. Утнă май ури çĕр çумне перĕнмерĕ, хăпартланса пырса кĕчĕ килне. Пĕр шухăшсăр, канлĕ çывăрчĕ.
Йăл-ял çиçсе çÿрерĕ те çав каç хыççăн Якку хĕрĕ!
Амăшĕ те сисмесĕр юлмарĕ.
— Эсĕ мĕн хĕвел çаврăнăш çăвĕпе сĕрнĕ пекех çиçетĕн çак? — ыйтрĕ Елян тĕлĕннипе.
— Георгий Николаевич мана экзаменсене хатĕрленме пулăшасшăн, — ним мар суя çумне суя çыпăçтарчĕ Венера.
Каччăсем Венера тухса кайсан мĕн çинчен калаçнине илтнĕ пулсан çурăмĕ мар, çăм атă тăхăннă урари пÿрнисем те шăнса кайĕччĕç, çук, илтмерĕ, пĕлеймерĕ Венера хăй килĕштернĕ Георгий Николаевичпа тусĕсем мĕн шухăшпа çÿренине.
11
…Хусанта «Исследования и разработки в США» выставка уçăлать тенине илтсен Чăваш патшалăх университетĕнчи пиллĕкмĕш курсра вĕренекен Гера Петрухин (пулас физик ĕнтĕ) американецсене курас тесе ыйхине çухатнă. Мĕн вăл Хусана çитесси? Виçĕ тинĕс леш енне каймалла-и? «Ракета» çине лар та — вĕçтер çеç!
Кăнтăрла тĕлнех çитнĕ Жоржик Хусанти выставкăна. Тинех ĕмĕчĕ тулнăн туйăннă ăна. Кашни залрах вăрахчен чарăнса тăнă, шел пулин те, кăткăс тĕпчев ĕçĕсенче нимех те ăнланайман çав. Тухса каяс тенĕ чух кĕтмен çĕртен ун умне юмахри пек пирĕшти сиксе тухнă.
— Джемма, экскурсовод, — тенĕ вăл тыткăна илекен сасăпа.
Тем те, тем те ыйтса пелес килнипе тĕрлĕрен те тĕрлĕрен ыйту панă студент ют çĕршывран килнĕ хитре пикене. Калаçса тăранайманнипе каçхине те американецсем пурăнакан «Волга» гостиница умне пырса каллĕмаллĕ уткаласа çÿренĕ, кашни кĕрен-тухана куçран пăхнă, Джемма экскурсовода чĕнсе тухма ыйтнă.
Нумай та кĕттерсе тăман лешĕ, питĕ савăнăçлă, çиçсе-çуталса тухнă, калаçнă вара чунĕ каниччен. Жоржика экскурсовод вырăсла лайăх пĕлни тĕлĕнтернĕ. Тепĕр кунне те чăваш каччи сехечĕ-сехечĕпе выставка тавра явăннă. Американецсем те тÿрех палласа илнĕ ăна, вырăсла пичетленĕ «Америка» журналăн пĕр номерне тыттарнă. Жоржик уншăн вĕсене чĕререн тав тунă.
— Пуçласа куратăн-и? Ăна сирĕн çĕршывра та ирĕккĕн сутаççĕ, — тенĕ Джемма. — Хампа пĕрле урăх журналсем çук. Выставка хупăнсан гостиница умне пыр, илсе тухса парăп.
Каçхине тĕл пулсан Джеммăпа иккĕшĕ хула урамĕсем тăрăх çÿренĕ. Хитре хĕрарăм ăна тĕрлĕ журналсемпе значоксем, «Христос çĕр çине килни» кĕнеке парнеленĕ. Экскурсовод Шупашкар студентне выставка Хусантан Питĕр хулине, унтан Парижа куçса каяссине пĕлтернĕ. Чăннипех те Джеммăпа калаçма питех те интереслĕ пулнă ăна. Пике пилĕк чĕлхепе таса калаçма пултарни, вырăс писателĕсене пĕлни тĕлĕнтернĕ. Гостиница умĕнче уйрăлнă чухне Жоржик Джеммăн Америкăри адресне илнĕ, хăйĕнне те çырса панă.
Тепĕр кунне ирхине ирех Гера Петрухин Шупашкара таврăннă, Америкăран килнĕ хăнасем валли мĕнле парне хатĕрлес-ши тесе пуçне самай çĕмĕрнĕ. Чăн та, океан леш енчен килекенсем турăш туянма юратаççĕ тени таçтан пырса кĕнĕччĕ-ха унăн хăлхине. Вăл та турăшсем тупас тесе хулари тĕп пасар патĕнче пурнакан пĕр юлташĕ патне утнă. Тупăннă çавнашкал тупра. Хусана пĕрле кайма калаçса татăлнă хыççăн юлташĕ ăна пысăках мар темиçе турăш тыттарса янă. Тепĕр кунне
кайма тăрсан юлташĕ кутăна пенĕ, пĕчченех чупнă вара Жоржик пристане. Кăнтăрла иртсен Хусана çитнĕ, яланхи пекех «Волга» гостиница умĕнче Джеммăна тĕл пулнă.
Джемма чăваш студенчĕн турăшĕсем çине çаврăнса та пăхман, алне çеç сулнă. Çапах та пĕрне аран-аран хĕр сумкине чикнĕ-чикнех. Çак чечен хĕрарăм ăна çывăх уйăхсенче тепре тĕл пулма шантарнă та, часах вĕсем сывпуллашнă.
Турăшсене туянма никамах та килĕшесшĕн пулман. Тархасласа ыйтнипе кăна пĕр американец тăватă турăшшăн тăхăр вунă тенкĕ вырăс укçи тыттарнă, «Таймс» журнал парнеленĕ.
Турăшсем сутса тунă укçине Гера Петрухин Шупашкарти юлташне пĕтĕмпех тавăрса панă. Çакăн хыççăн вĕсен туслăхĕ тата çирĕпленнĕ. Иккĕшĕ пĕрле кĕмĕл хĕрессем, тĕрлĕ статуэткăсем сутма пуçланă. Пухнă укçине салатма тăтăшах ресторансене кĕре-кĕре тухнă. Юлташĕ урлă вăл Вăрăмми текен тепĕр студентпа та çывăхланнă. Виççĕшĕ вара Хура тинĕс хĕрринче мĕнле те пулин катер туртса илсе Турцие тарасси пирки каварлашнă…
Хĕл каçа икĕ хутчен те Питĕре çитсе килнĕ Жоржик, çук, тĕл пулайман вăл унта Джеммăна. Куншăн та ытлашши кулянман чăваш студенчĕ. Çăва тухсан диплом илнĕ те кĕçех Çăкалăхри шкула ĕçлеме пынă. Çамрăк учителе Шупашкарти тусĕсем те манман, ик-виçĕ уйăхра пĕрре «ял сывлăшĕпе сывласа киленме» ун патне хăнана пырса кайнă. Шăп та лăп Çĕнĕ çул умĕн паллашнă вĕсемпе Венера та. Çав кунран çыру çÿретме тытăннă Вăрăмми хĕр патне.
Май уйăхĕнче те çитнĕ туссем Çăкалăха. Георгий Николаевич пурăнакан хваттере Венерăна та чĕннĕ. Ку хутĕнче те эрех-сăра ĕçнĕ каччăсем. Тĕрлĕ юрă-кĕвĕ итленĕ. Венера та çăварне карсах ларнă, ютшăнман, анчах хула çыннисем мĕн ĕçпе çÿренине тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлеймен, вăл çамрăксене ташлама-хиркеленме, шăл шуррине кăтартма, илемĕпе савăнтарма кăна кирлĕ пулнине те пачах ăнланман.
…Ир енне Вăрăмми каллех Турцие тухса каясси пирки сăмах тапратнă.
— Мана нимле Турци те кирлĕ мар, пĕчĕккĕн кунтах хăнăхатăп. Ачасемпе ĕçлеме интереслĕ, — кутăна пенĕ ялти учитель. Калас тенине каласа пĕтерме паман ăна лешĕ, кăкăртан ярса илнĕ. Тытăнса тăрайман Георгий Николаевич, кăмака кĕтессине перĕнсе пуçне шăтарнă. Çав каç Вăрăммин алли мĕн тери хытă пулнине ăнланнă физик.
Георгий Николаевичăн хăйĕн тусĕсене çилленсе пурăнма вăхăчĕ те пулман. Вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче вăл Шупашкара çитнĕ, Мускава аспирантурăна вĕренме кайма тĕрлĕ хутсем хатĕрлеме пуçланă. Юлташĕсем унран пĕр утăм та хăпман.
— Эпир сана шанатпăр, — кăмăлсăрланнă лешсем. — Эсĕ вара пирĕн çине сурас терĕн-и? Тĕрĕссипе калас тăк, тинĕс леш енче сана Джемма та кĕтет. Выставкăри экскурсовод… Акă укçа та ярса пачĕ. Вăл санран кивçен илнĕ тет-и…
Вăрăмми ăна укçа тыттарма тăнă.
— Ан суй, Марк, — тарăхса кайнă Жоржик. — Джемма манран пĕр пус та илмен. Тата вăл ман пек çара çерçи çинчен нихçан та шутлас çук… Хăп ман çумран, уйрăлар ыррипе. Мана учитель ĕçĕ килĕшет. Венерăна та ан тĕкĕн, çамрăк-ха вăл. Халиччен манăн чăн-чăн туссем пулман пирки çеç сирĕн хыççăн кайрăм. Аннепе иксĕмĕр ытла чухăн пурăннăран турăшсем суткаласа аппалантăм… Кăштах айăп пур пуль… Халĕ те мана такамсем йĕрлеççĕ пек туйăнать. Çавăнпа Мускава кайиччен патшалăх хăрушсăрлăх комитетне кĕрсе йăлтах каласа парас тетĕп. Марк, ан хăра, сан ятна асăнмăп. Сăмах паратăп… Тен, мана унта ăнланĕç, хамăн чун-чĕрене тасатса тухăп. Мана Турци кирлĕ мар.
— Мемме! — лач сурнă Вăрăмми. — Кайран асту, ÿкĕнмелле ан пултăр!
Унтан укçине хăй кĕсйине чикнĕ те юлташĕпе сывпуллашмасăрах пăрăнса утнă.
Георгий Николаевич Çăкалăха таврăнсанах ун патне хваттере вуннăмĕш класс ачисем пычĕç.
— Историпе экзамен тытрăмăр. Комисси никама та «виççĕ» лартмарĕ, — хаваслăн пĕлтерчĕç хĕр ачасем.
— Ыран ирпе чăрăшлăха похода каяс тетпĕр. Пирĕнпе пыратăр-и? — калаçăва хутшăнчĕç арçын ачасем те.
— Паллах, пыратăп, — килĕшрĕ учитель. — Вăлтасем илмелле-и?
— Илĕр, илĕр, — чĕвĕлтетрĕç çамрăк сасăсем.
Шукăль тумланнă яш-кĕрĕм шавласа-кулса шкул ен-
нелле утрĕ. Савăнăçлă ушкăнтан тахăш вăхăтра уйрăлса пĕр Венера кăна Георгий Николаевичпа тăрса юлчĕ.
— Пĕрле кайăпăр-и? — ыйтрĕ вăл именсе. — Мана иртерех вăратăр кантăкран шаккаса…
Çамрăк учитель унпа килĕшсе куçĕсене мăчлаттарчĕ.
…Шарлаттарса авăтаççĕ Çăкалăхри автансем. Кантăкран кăтăр-кăтăр тунине илтсенех сиксе тăчĕ Венера, хăпăл-хапăл тумланчĕ, халех тухатăп тесе кантăкран ал сулчĕ.
— Чипер çÿрĕр, — теме çеç ĕлкĕрчĕ шăв-шавпа вăраннă амăшĕ ыйхă тĕлĕшпе.
Венера урама тухрĕ. Хĕр кулли пек хаваслă та вĕлтĕркке кĕрен пĕлĕт татăкĕ витĕр çĕр çине çинçе-çинçе çурла уйăх куç хĕссе пăхать.
— Пулла çапла ир каяççĕ-и? Хĕвел те тухман-çке, — ирхи сулхăнпа çÿçенчĕ хĕр уçăлсах çитмен куçĕсене сăтăркаласа.
Ыталарĕ ăна учитель, хăй пиншакне хывса пĕркентерчĕ. Чăрăшлăх еннелле утнă май çул тăршшĕпех Венерăна вăтантарса-хĕретсе хăй хытă-хытă юратни çинчен калаçса пычĕ. Туххăм çитрĕç чăрăшлăхри кÿлĕ хĕррине, хĕвел тухнă çĕре вăлтасем ячĕç. Тÿрех карас хыпма пуçларĕ. Курăк çинче пулăсем сиккелеме тытăннине курсан Венера та шап-шурă шăлĕсене кăтартмасăр чăтаймарĕ, вылярĕ те вылярĕ кулă пичĕ çинче. Пăхас мар тенĕ çĕртех вĕлт те вĕлт куçне ывăтрĕ учитель те хĕр ача еннелле.
— Атя шыва кĕрсе тухар, — пушмакне хăвăрт-хăвăрт салтрĕ Георгий Николаевич, тĕсĕ кайнă джинсине хывса хучĕ. Ансăр плавки вĕççĕн çеç тăрса юлчĕ, çапах çара ÿтне хĕртен вăтанса тартмарĕ.
— Кÿлĕ тĕпне юшкăн тулнă теççĕ. Тахçанах тасатман, астăвăр, асăрхануллă пулăр, — терĕ хĕр.
Венера мĕн каланине пурне те илтмерĕ лешĕ, шыва кĕрсе те кайрĕ. Мĕнле тĕлĕнмелле ишет! Пуçĕ пĕрре шыв айĕнче пытанать, тепре пĕтĕм кĕлеткипе шыв çине тухса выртать те икĕ аллине харăссăн малалла ывăтса ярать. Кимĕрен хăвăрт пырать. Курман халиччен Венера кунашкал ишекене! Нимрен шикленмесĕр пĕр пĕлмен шыва сикрĕ, мĕн ачаран çак кÿлĕ хĕрринче ÿснĕ тейĕн.
Акă шурă пĕлĕтсем айĕнчен пÿске пысăкăш хĕрлĕ хĕвел курăнса кайрĕ. Шăп çак самантра Георгий Николаевич та шывран тухрĕ, сиккелесе-ÿхлетсе хĕр çумне пырса тăчĕ, çурăмĕпе хĕвел еннелле çаврăнчĕ.
— Венера, — терĕ вăл лăпкă сасăпа, — пăхатăп та Вадимпа иксĕре, нимĕн те ăнланмастăп. Юрататăн-и эсĕ ăна? Сан каччу-и вăл? Е урăх каччă пур-и санăн?
— Çук, — тавăрчĕ хĕр. — Вадимпа хытă хирĕçнĕ эпир кăçал. Никам та çук манăн…
— Юрату тармасть санран, эсĕ те унран тараймастăн. Караса çаклатакан вăлта пекех вăл, унăн хăйĕн саккунĕ. — Шăлăнса типĕнчĕ, тумтирне тăхăнчĕ учитель. — Венера, вăт шухăшлатăп-шухăшлатăп та çак çирĕм пилĕк çула çитиччен сана курмасăр мĕнле пурăннинчен тĕлĕнетĕп, — тунката çинче çиçсе-çуталса ларакан хĕр çумне пырса ларчĕ вăл. — Халь сансăр пĕр кун та пурăнаймастăп, чăнах. Çирĕм пилĕк çул хушшинче темиçе пурнăç пурăнса ирттернĕнех туйăнать. Пулнă-ха манăн хĕрсем, пулнă, вĕсемпе çÿремен мар… Сана курнă хыççăн вара маншăн пĕтĕм тĕнче çĕнелсе улшăнчĕ: хĕвел те пĕр пирĕншĕн çеç тухать, Венера…
Ирхи ăшă çил вĕçсе çитрĕ, йывăç-курăка перĕнсе шуйхатрĕ, хĕрпе качча çÿçентерчĕ. Пĕр-пĕрне куçран пăхса илчĕç иккĕшĕ те. Ачашшăн ыталарĕ учитель хĕре.
— Манăн аспирантурăна вĕренме каймалла та, заочно вĕренĕп. Сана курнă хыççăн пĕтĕм шухăш улшăнчĕ. Кăçал çак ялтах ĕçлĕп. Юрататăп сана, — тем таран ыталаса ларчĕ вăл хĕре, вăлтасем çинчен те мансах кайрĕ. — Ан хăра, чĕрÿне пĕр хĕрринчен катса илес те ыраттарса хăварас теместĕп…
Сисмерĕ те хĕр, Георгий Николаевич тем вăхăтра çĕклесе илчĕ те ăна çăра чăрăшлăха уттарчĕ.
…Пĕр тумлам куççуль те кăлармарĕ Венера, çапах тĕтреллĕччĕ, куçне шултра çумăр тумламĕ кĕрсе вырнаçнă пекчĕ. Тĕлĕнмелле сасăпа янрарĕ вăрман, пинпин кайăк сăпка сиктернĕн туйăнчĕ çак ир. Хĕр çÿçĕнчен, кĕлеткинчен улăхра тин çурăлнă чечекпе çĕнĕ пыл шăрши кĕчĕ, шывсăр антăхнă каччă курки-куркипе сим пыл ĕçрĕ тейĕн…
Тем таран иртрĕ вăхăт. Лăпкăн, канăçлăн çывăрса кайрĕ Венера каччă ытамĕнче. Георгий Николаевич ăна хăй пиншакĕпе витрĕ, пуçĕ айне чăрăш лăсси хучĕ те кÿлĕ хĕрринчи вăлтасем патне анчĕ.
Тахăш самантра Венера та вăранчĕ, çÿçне-пуçне майлакаларĕ те ĕсĕклесе макăрма тытăнчĕ. Каччă каялла таврăнчĕ.
— Мĕн туса хутăмăр? Мĕн пулать ĕнтĕ халь? — салхуллăн пăшăлтатрĕ хĕр.
— Ан хăра, юрататăп эпĕ сана. Ыранах аçу патне пыратăп та калаçса татăлатпăр. Туйне эпĕ Мускавран таврăнсан ирттерĕпĕр, — тем тĕрлĕ йăпатрĕ, илĕртрĕ вăл хĕре. Каллех йăл-йăл çиçсе çуталчĕ Венера пит-куçĕ. Çак кĕске самантра нимĕн çинчен те шутламарĕ, каччă ытамне вăтанчăклăн тĕршĕнчĕ те тĕршĕнчĕ. Пуç айĕнчи çемçе чăрăш лăсси юмахри патша хĕрĕн тÿшекĕнчен те çемçе пек. Каччă тути тек пăшăлтатрĕ, ырă та ăшă сăмахсем каларĕ. Пĕр Венера çеç илтрĕ çав сăмахсене, пĕр Венера пуçне çеç çавăрчĕç вĕсем. Тата хытăрах пăчăртарĕ каччă хĕре вĕри аллисемпе, питрен, куçран антăхтарса яричченех чуптурĕ…
Мĕн тăвăн, пурнăçра малалла мĕн пулассине пĕлмелле туман этеме. Малаллине мар, çак самантра мĕн пулса иртнине те тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлсе-ăнкарса юлаймастпăр та. Пĕлеймерĕ Венера та тепĕр темиçе кунран Георгий Николаевич çĕр çинчен яланлăхах çухаласса. Çу каçа юхтарчĕ хĕр вĕри куççуль, кĕтрĕ-кĕтрĕ савнă çынна — кĕтсе илеймерĕ. Яков Васильевич хапхинчен пырса кĕресси пулмарĕ Георгий Николаевичран. Ыран та, тепĕр уйăхран та. Хăй те пымарĕ, икĕ сăмахлă çыру та ямарĕ, адресне те пулин парса хăвармарĕ. Кĕтрĕ Венера, минтер питне çĕр хут та йĕпетрĕ. Сисрĕç ашшĕпе амăшĕ хĕрĕ халичченхи маррине, куçĕпе нихçанхинчен те шухăшлă пăхнине. Пайтах шухăшлаттарчĕ вăл ашшĕне, пайтах тĕлĕнтерчĕ. Калаçăвĕпе те, шухăшĕ-кăмăлĕпе те. Халиччен те кăтарткаланă-ха усаллине, халĕ вара ашшĕне çын вырăнне хурса хисеплесси те пĕтрĕ.
Венера пусăрăнса ларсах Хусанти авиаци институтне вĕренме кĕме хатĕрленчĕ. Экзамен тытма ăсатас умĕн хĕрĕпе куçа-куçăн тăрсах калаçас килчĕ ашшĕн. Майлă самант тупăнчĕ.
— Айăплă эпĕ, Венера, сан умра, ялан ĕçре тени, кил еннелле çаврăнса пăхма та вăхăт çук тени хамăра хамăр улталани, турре кăларма тăрăшни çеç пулчĕ, — терĕ ассăн сывласа. — Сисеймерĕм, кураймарăм эсĕ мĕнле ÿснине. Халь те пулин йĕркеллĕ çÿрĕр çын çинче. Тархасшăн, чыса ан çухат, ята ан яр. Хам айăпа йышăнатăп. Ан çиллен мана, хĕрĕм, эпĕ текех Жанна Петровна патне çÿреместĕп… Итле мана…
— Кирлĕ мара ан калаç, атте. Эпĕ нимĕн те илтмен, нимĕн те пĕлместĕп. Хăвăнне ху пĕл. Сана айăпламастăп. Çулталăк, виле çинчи пек, пуçна усса çÿретĕн. Аннене ăна килти хуçалăх пултăр. Эсĕ пурăнса юл. Хăлхара çил шăхăрса тăтăр, кирлĕ-кирлĕ маршăн ан асаплан, — çăмăлттайла, пĕр шухăшсăр каласа хучĕ Венера.
Ку сăмахсем шалтах тĕлĕнтерсе ячĕç Яков Васильевича. «Вăт, ача те ăна, епле çаптарать, — тесе шухăш-
лама çеç ĕлкĕрчĕ вăл. Хĕрĕ хăй шухăшĕн çиппине тÿрех вĕçертмерĕ.
— Халĕ — текех итлемелли вăхăт иртрĕ ĕнтĕ, — пат татса каларĕ вăл. — Улĕм хам пуçпа пурăнма пуçлатăп, хам пĕлнĕ пек. Эпĕ ачарах чух эсĕ мана хăвăр мĕнле пурăнни çинчен каласа парасса тем пек кĕтеттĕм. Кунĕпе-çĕрĕпе таçта çÿреттĕн, нимĕн те каласа памастăн. Эх, кĕтеттĕм. Эпĕ пуррипе çуккине те пĕлмен вĕт эсĕ… Çынсем те юратмаççĕ пире, кулак теççĕ. Тĕрĕс калаççĕ. Арчасене уçса пăх-ха, атте, мĕн кăна çук унта. Эп сăпкара выртнă чухнех ярапи-ярапи шăрçа, илемлĕрен илемлĕ тутăр таврашĕ ман ятпа иле-иле тултарнă вĕт эсир. Эсир, хаяр вăрçă тапхăрĕнче нуша-асап тÿссе ирттернĕ çынсем, çапла иртĕхсе хăтланатăр пулсан эпир ÿлĕмрен мĕн тăвăпăр-ши? Акă вĕренме каятăп. Эпĕ, сан пек, стипенди укçипе пурнаятăп тесе шутлатăн-и? Çук. Ман йышши çеç мар пуçлăхсен ачисем пулĕç-ха унта, сĕт хăйми пек ярăнса ÿснисем. Эпĕ кампа туслашма тăрăшăп тесе шутлатăн? Çавсемпе интереслĕрех пулмалла, атте, çавсен еннерех сулăнасси паллă мана. Килти пек пурăнас тесен стипенди çумне уйăхне ик çĕр-ик çĕр алă тенкĕ хушса памалла мана, эпĕ укçасăр пурăнаймастăп. Килте çиме хăнăхнă апата ресторансенче астивме пултаратăп-çке. Эп вĕт, атте, килькапа апат тума вĕренмен… Итле-итле, нумаях юлмарĕ каламалли. «Пурнăçа пурăнма пĕлмелле», — тет анне. Тĕрĕс калать вăл. Пурнăçшăн тăрмашни, кĕрешни — çынна çут çанталăк панă инстинкт вăл, çавăнпа кашниех хăй пĕлнĕ таран «лайăхрах» пурăнма тăрăшать. Этем çĕр çине килнĕренпех хăйшĕн кĕрешет-çке. Тĕрĕс мар калатăп-и? Шухăшласа пăх. Çынсем ĕлĕк-авал мамонт тытма мĕншĕн çÿренĕ? Вилĕмрен те хăраман. Пурнас тесе, хырăма тултарас тесе вилĕме хирĕç чупнă çын шутне кĕрсех çитмен çăмламассем. Анчах мамонтне чи вăйлисем, чи харсăррисем çеç тытайнă. Чупаканĕ — вăтăрăн, çиекенĕ — виççĕн. Кам çĕнтерчĕ? Вăйли çĕнтерчĕ. Ыттисем хăйсем çемçешке пулнишĕнех юлаççĕ, вăйлисем умне ÿксе йăлăнаççĕ. Пĕтрĕ вара этем. Çынна куçран пăхас енне кайсан мĕн пурăнни унта? Хисеплеттĕм сана, атте, юрататтăм çав Жанна Петровнăпа куриччен. Ан çиллен, атте, эсĕ ман пурнăç тĕрекне шартах хуçрăн. Аннепе мĕн калаçан унпа — вăл нихçан та çынна ăнланса курман. Манăн мĕн ачаран сан пек пулас килетчĕ. Халь ĕнтĕ тăван килтен тĕрексĕр тухса каятăп. Паллах, мамонт тытаканни те, какая пайланă чух йăлăнса, пĕрер татăкне ыйткаласа илекенни те пулас марччĕ-ха. Апельсин, банан, кокос мăйăрне те чăтмалла мар шăрăхра хамăн татса тертленмесĕрех çиме май тупасчĕ. Татаканĕсем ыттисем пулччăр, çиекенĕ эп пулам. Çын куçĕнчен пăхас марччĕ — вăт ман принцип.
Икĕ пĕççине шарт çапрĕ Яков Васильевич, пÿлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ уткалама пуçларĕ вăл.
— Апат çиме ларсан та çăварунтан чăмласа хыптарманни çеçчĕ вĕт, çиейми пуличчен чышаттăмăр сана. Мĕн чухлĕ тăрăшнă саншăн? Эсĕ эгоист, хăрушă этем иккен! Хăш вăхăтра çапла мăнтăрланма ĕлкĕртĕн, ачам? Ĕмĕр сакки сарлака, тем курмалли те пулĕ. Енчен те çак шухăшпах, çакăн пек кăмăл-туйăмпах çула тухатăн пулсан, атте ьшханать тесе ан кала, сан умна инкек сиксе тухатех, пысăк инкек пырса çапать сана, Венера. Ан ман çак сăмахсене. Хам айăпа сирес тесе каламастăп, анчах этем ывăлне-хĕрне çĕр çинче хăй тунă айăпшăн хăйнех явап тытмалла тунă. Вăйли çеç çĕнтерет, вăйли çеç çиеле ишсе тухать тени тĕрĕс мар, пирĕн çĕршывра ку принцип тĕрĕс маррине пурнăç тахçанах кăтартса пачĕ. Пирĕн çĕршыв çынни коллективра вăйлă. Ĕнтĕ эс ача мар, хулпуççи çине сана та пуç лартса панă. Эсĕ йăнăш утăм тусан йăнăшна никам та юсас çук.
— Ай-ай, атте, мĕн тери бюрократ эс! Хăвăн пĕртенпĕр хĕрÿ валли те пĕр ăшă сăмах çук-çке санăн. Клубра доклад тумастăн вĕт эс. Халех çывăрса каятăп вĕт, — кулса ячĕ хĕрĕ. — Çын ретлĕ калаçма та манса кайрăн-и?
— Пирвайхи хут калатăп сана, пулмарĕ ман пурнăç, Венера. Сатин шăлаварпа шкула кĕрт çийĕн чупнă чухне çеç ман пек телейли никам та пулман пуль, тупата. Урасем çăмăлччĕ, уйĕ тап-тасаччĕ, уçă сывлăшпа сыв-
ламассерен шăм-шака вăй кĕрлесе-вĕресе кĕрет пекчĕ, утнăçемĕн утас килетчĕ. Хăвăртрах вĕренсе тухса çын пулас килетчĕ. Мана пулах Уляç аппу çичĕ класс та пĕтереймерĕ. Аппа вĕренеймесĕр юлнăшăн паян кун та хам айăплине туятăп, мана паян та совĕç асаплантарать. Совĕç асапĕ вăл, хăш чух кăмака пек, ума лÿп йăтăнса анать, йăтăнса анать те пусса хурать, хăй çинчен аса илтерсех, кĕлетке-çурăма йăшлаттарса чиксе ыраттарсах тăрать, кантăк ванчăкĕ пек… Эс кулатăн ав.
Тем таран калаçĕччĕ Яков Васильевич, диван çинче чĕнмесĕр ларакан Венера çывăрса кайнине курчĕ те тăпах çăварне хупрĕ.
«Вăт ăс пар ÿсекен ăрăва. Пĕр сăмаха та пуçа чикесшĕн мар. Кая юлнă кĕлĕ камах кирлĕ ĕнтĕ?» — ним тума аптраса кресло çине ларчĕ Якку. Ял çинче çĕнĕ учитель Венерăна пăснă текен сăмах сарăлнă та, кун пирки те калаçса пăхас тенĕччĕ Яков Васильевич хĕрĕпе — пулмарĕ.
Амăшне те, ашшĕне те тĕрĕссине каламарĕ Венера: Георгий Николаевич ун пек çын мар тесе тавлашрĕ, ним пулман пекех пуçне каçăртса çÿрерĕ. Анчах амăшĕн куçĕнчен мĕнех пытарăн? Сисрĕ Елян, сисрĕ те ним тума аптраса çÿрерĕ, ашшĕне темиçе хутчен те хĕрĕпе калаçса пăхма сĕнчĕ.
Чĕрине уçмарĕ Венера. Тухмарĕ ун пуçĕнчен çав асамлă ир. Ир тăрсан та, каç выртсан та куçĕ умне е учитель, е çÿллĕ чăрăшсен хумханăвĕ, е тин тухакан хĕвел çутинче çиçсе-йăлтăртатса чÿхенекен кÿлĕ тухатуха тăрать. Пĕр вĕçсĕр тĕлĕкпе супать. Тĕлĕксем кашниех пĕр майлă: юратмасть пек ăна учитель, калаçасшăн та мар, кашнинчех сиввĕн пăрăна-пăрăна утать пек. Пĕтĕм хăюлăхне, мăнкăмăллăхне манса арçын хыççăн чупать Венера, хăваласа çитес тесе макăра-макăра чупать, анчах пĕринче те хăваласа çитеймест ăна.
Сисрĕ Елян, чун-чĕрипе сисрĕ Венера улшăннине. Урама та, клуба та тухма пăрахрĕ хĕр, пĕрле вĕреннĕ ачасенчен те пăрăнса çÿрерĕ. «Мĕн пулнă?» — тесе ыйтса пĕлме хăтланчĕ те амăшĕ лаша тапнă пекех каялла кайса ларчĕ. Ăшра мĕн тĕслĕ шухăш вĕренине нихçан та ют çынна мар, амăшне те уçсах каламан Венера, йывăр шухăша сÿтсе явмалăх чĕрене çывăх этем чунĕ те пулман ун çĕр çинче. Кантăк умĕнчи пĕччен хурăн пекех никампа калаçмасăр ăшри вăрттăнлăха çын куçĕнчен пытарчĕ те пытарчĕ.
— Мĕн çинчен калаçас ман санпа? Каккуй урам шухăшĕ, маншăн экзамена кам хатĕрленет? — пат татса хучĕ вăл амăшне. Пырса чĕнсе пăх унта тепринче, тата тем илтĕн.
Шарламарĕ Елян, пĕр кана чăрмантарас темерĕ юратнă хĕрне, каярахпа калаçса пăхма хатĕрленчĕ.
Малтанласа Венера хăй те çав илемлĕ ире аса илсе çап-çутă çуталса çÿретчĕ-ха, паян-ыран физик вĕсен хапхинчен сăмах татма пырса кĕрессе кĕтрĕ. Экзаменсем те хыçа юлчĕç, аттестатпа пĕрле тахçан ĕмĕтленнĕ ылтăн медале те илчĕ Венера, ашшĕпе амăшне хытă савăнтарчĕ, анчах хуллен-хуллен чĕрине тунсăх пусса çитерчĕ.
Улăх-çаранри тутлă шăршăллă утă та капана кĕчĕ. Ял халăхĕ ĕççи пуçланасса кĕтнĕ кунсенчен пĕринче ăшра ача ÿснине лайăхах ăнланчĕ çамрăк хĕрарăм. Çывăрма хатĕрленнĕччĕ, хывăнса выртнă Венера йăпăр-япăр сиксе тăчĕ, чÿрече умне пычĕ. Çап-çутă уйăх çутинче çара ÿтне сăнаса пăхрĕ. Аллисене ярт тăсрĕ: «Тен, нимĕн те çук та… Пурах пулсан мĕн тумалла? Кампа сÿтсе явмалла? Хăвăртрах Георгий Николаевич килтĕрччĕ».
Ĕççи те пуçланчĕ, яла килмерĕ учитель. Акă ĕнтĕ кĕçех каччă хăварнă «парне» çын куçне курăнма тытăнмалла. Вăхăчĕ çитсен тытса чарăн-и ăна, çĕпрепе хăпартнă чуста пек хăпарма тытăнать те. Савăнса кĕтеççĕ-и ăна, кĕтмеççĕ-и — ун ÿсесси, хăпарасси.
Йывăр шухăшпа пырса вырнаçрĕ Венера Хусанти авиаци институчĕн общежитине. Кĕнеке шухăшĕ-и унта? Юрать-ха ылтăн медальпе вĕренсе тухнă май пĕр предметпа çеç экзамен тытмалла. Экзаменпа пĕрлех ăшри вăрттăнлăхран тасалас ĕмĕт те çунтарчĕ ăна. Пысăк общежитире ĕçлекен ватă хĕрарăмсемпе асăрханса калаç-
каларĕ. «Улталантăм», — тесе йăлăнчĕ, укçа сĕнчĕ, пулăшма ыйтрĕ. Чăн та, Венера телейĕ хăй çумĕнчех пулчĕ. Экзаменра «пиллĕк» илчĕ. Çав хушăрах общежитинчи пĕр ватă вахтерăн кинĕ гинеколог пулнине пĕлчĕ. Лешĕ пулăшрĕ больницăна вырнаçма. «Тепĕр эрнерен килнĕ пулсан кая юлаттăн», — терĕç ăна шурă халатлă çынсем хĕрхенсе те ăнланса… Общежитинче виçĕ кун чире персе тухи-тухми пурăннă хыççăн пулни-иртни çинчен йăлтах манса чип-чиперех таврăнчĕ Венера Çăкалăха.
…Çу иртрĕ. Хусана вĕренме кайма та вăхăт çитрĕ. Питĕ вăраххăн, теме кĕтнĕ пек, туртса тăснă пек вăрăммăн, çав тери майĕпен шурĕç август кунĕсем. Кĕтнĕ чух вăхăт вăкăр уттипе утать тенĕ. Венерăн кашни утăмĕнче, кашни хусканăвĕнче пăшăрхану, пăлхану палăратчĕ. Ыйхăсăр, канăçсăр каçсем те пайтах пулчĕç, курман тĕлĕк юлмарĕ.
14
Георгий Николаевич çинчен тĕрĕссине пĕлнĕ пулсан Венера пурнăçĕ те урăхларах пулнă пулĕччĕ. Çук, пĕлтерекен пулмарĕ ăна тĕрĕссине. Çав чăрăш вăрманĕнчи тĕлĕнмелле илемлĕ ир хыççăн тепĕр уйăхран Жорж ÿтне пулăçăсем Шупашкар ГЭСĕ çывăхĕнче тупнине те, темиçе кунран вăл камне-мĕнне пĕлмесĕрех пытарнине те никам та каласа паракан пулмарĕ. Георгий Николаевич амăшĕ ывăлĕ ăçта, хăçан тата кампа çÿренине нихçан та пĕлмен, вăл Мускава аспирантурăна вĕренме кĕме кайнă тесе лăпкă кăна пурăннă. Ятсăр виле çинчен Шупашкар телевиденийĕ пĕлтерсен те хăнк та туман. Çапла пĕр йĕрсĕр, хыпарсăр çухалнă учитель. Кĕтнĕкĕтнĕ ывăлне амăшĕ, икĕ эрне, икĕ уйăх кĕтнĕ, вĕренÿ çулĕ те пуçланнă, çаплах таврăнман çухалнă çын. Юлашкинчен, аптранă енне, милици уйрăмне çул тытнă амăшĕ. Тĕрĕслесе пăхнă хыççăн Жоржик Мускавра пачах пулманни, нимле аспирантурăра та экзаменсем тытманни палăрнă. Тинех ятсăр вилене аса илнĕ хайхи хĕрарăм. Пысăк хуйхă ураранах ÿкернĕ ăна. Милици уйрăмĕнче
те ывăлĕ пирки нимех те калайман вăл. Хăй те часчасах икшер-виçшер кун пĕр урăлми ĕçсе çÿренĕ май ывăлĕн пурнăçĕпе, унăн шухăш-кăмăлĕпе, тусĕсемпе нимĕн чухлĕ те интересленмен, нимĕн те пĕлмен…
Этеме телей валеçсе паракан курка тĕрлĕ теççĕ: пĕрне — алтăрпа, теприне — кашăкла. Камăн пурнăçĕ ăнать, унăн телейĕ хапхаранах упаленсе кĕрет теççĕ. «Вăт Георгий Николаевич таврăнать те пĕтĕмпех çĕнĕрен пуçланать, тавăрса парĕç-ха мана та телей куркине», — тесе пурăнчĕ Венера куллен-кун.
Анчах кунсем иртрĕç те иртрĕç. Юрату тени çиçĕм пек çиçсе илчĕ те куçран çухалчĕ. Сÿнчĕ. Тĕл пулас çулĕ те тăвăрланса пычĕ, ансăр сукмак çеç юлчĕ. Тĕл пулăн-и ун пек ансăр сукмак çинче хăвна пÿрнине, тытăн-и телей хÿрине? Çие тăхăнмалли тумтир мар-çке вăл пурнăç. Хăвна юрăхлă касса çĕлейместĕн. Килĕшмен çи-пуçа улăштарса тăхăнатăн, кун-çула суйласа илмелле туман. Мĕн панипех ĕмĕр ĕмĕрлемелле.
Хусанти авиаци институтĕнчен Венера Гудкова студент пулнине çирĕплетекен хут килни те кĕркунне çитнине пĕлтерчĕ. Вăрăм та салху пулчĕç уншăн çу кунĕсем. Кĕтрĕ вăл хăй чунтан юратакан Георгий Николаевич Çăкалăха пырасса, кашни кун, кашни каç кĕтрĕ, анчах кĕтсе илеймерĕ. Августăн çирĕм саккăрмĕшĕнче Яков Васильевичпа Елян Венерăпа пĕрле Хусана тухса кайрĕç. Институтран инçех те мар икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнакан пĕр вырăс хĕрарăмĕпе паллашрĕç. Венерăна ун патне хваттере вырнаçтарасси пирки те туххăмах калаçса татăлчĕç, сăмах татрĕç. Ара, мĕн татăлманни, Яккупа Елянăн вăхăтра хваттер укçи тÿлемелле, хĕрарăмĕ пенсире, ирлĕ-каçлă Венера валли апатне те хăех хатĕрлеме килĕшрĕ.
— Яланах килте пĕçернĕ, столовăй апатне ăмсанман. Хула пурнăçĕ ансат: шывне йăтас çук, вуттине хутса аппаланма кирлĕ мар, — терĕ Зинаида Александровна Венера ашшĕпе амăшне йăпатса. Хытах хумханчĕç Яккупа Елян, ара, пĕртен-пĕр юратнă хĕре ют алла парса хăварма çăмăл-и?
Студент пурнăçĕ пуçланчĕ: ир тăр та института чуп, лекцисем хыççăн — библиотекăна, лабораторисене. Кунĕпе çаврăнса-пĕтĕрĕнсе çÿретĕн те вăхăтра апат çиме манатăн. Ялти шкулта çăмăл вĕренетчĕ Венера. Кунта чылай йывăрланчĕ. Кунĕ те кĕскелнĕçемĕн кĕскелсе пырать. Кĕр илемне те курса-сиссе юлаймарĕ хĕр. Тĕрĕсрех каласан, кунĕсем те кăштах урăхларах пулчĕç çав çул. Ылтăн тумне тăхăнса та ĕлкĕрейменччĕ йывăç-курăк, пĕр каçхине кĕтмен-туман çĕртен вăйлă тăм ÿкрĕ те сипсимĕс тавралăха кăчăр шăнтса лартрĕ.
Тепĕр тесен студентсемшĕн аван та пулчĕ ку: урама ытлах туртмасть, кĕнеке тытса пусăрăнса ларма çăмăлрах. Çынран кая юлма, катăк пулма хăнăхман Венера, чиперех ĕлкĕрсе пычĕ, вĕренчĕ. Хĕллехи сессире виçĕ экзаменне те «пиллĕкпе» тытрĕ.
Кунсерен Зинаида Александровнăна евитлесех çÿрерĕ ял хĕрĕ. Хăçан, ăçта каясса малтанах пĕлтерсе хучĕ. Ырларĕ хваттер хуçи чăваш хĕрне, мухтарĕ, юратрĕ, хăйĕн хĕрĕнчен мала хучĕ.
Кун иртрĕ те çĕр иртрĕ — ĕçлĕ çыннăн кун шутлама вăхăт çук. Хĕллехи каникул мĕнле иртсе кайнине те сисмерĕ Венера. Февраль уйăхĕ ытла та кĕске пулчĕ, тем вăхăтра çап-çутă хĕвеллĕ чун уççи — март — çитрĕ. Кĕркуннехишĕн те парне пултăр терĕ пулас, кунĕсем пĕринчен тепри йăлтăр çутăрах, пĕринчен тепри ăшăрах тăчĕç. Шăп та çакăн пек янкăр тăрă кун урампа пыратчĕ Венера, урам кĕтессинче Çăкалăха Георгий Николаевич патне хăнана пынă вăрăм каччă сикрĕ тухрĕ хĕре хирĕç. Тÿрех палларĕ ăна Венера: Марк ун патне çырусем те çырнă-çке! Кунĕ ахаль те сар çу пекчĕ те, тата çуталса кайрĕ тавралăх! Йăшăл-л турĕ темĕскер чĕрере, чăнах, тин юхтарнă ăшă пыл анса кайнăнах туйăнчĕ ăш-чике. Хĕпĕртесе ÿкрĕ Венера, ума савнă учитель тухса тăчĕ тейĕн. Çи-пуçĕ яка. Çанталăк сивех мар пулин те, пуçĕнче хаклă йышши çĕлĕк, çийĕнче сăран пальто.
Чылай тăчĕç вĕсем урам кĕтессинче. Васкамарĕç. «Пурпĕр Георгий Николаевич çинчен пĕр-ик сăмах ыйтса
пĕлетĕп», — вĕçрĕ шухăш Венера пуçĕнче. Ăнсăртран пулчĕ-и ку тĕлпулу, Марк тăрăшнипе пулчĕ-и — пуçа ватмарĕ хĕр ача. Кино кĕрсе курчĕç, пылак пăр çирĕç, ресторана кĕрсе апатланчĕç. Пуçлас тенĕ сăмахне пуçлаймасăр нумай канăçсăрланчĕ Венера, туйрĕ Вăрăмми хĕре мĕн канăç паманнине, сăмаха юриех хăй пуçласса кĕтрĕ.
Ыйтрĕ-ыйтрех Венера хăюлăх çитерсе.
— Ун çинчен калаçса çăвар пылакне сая ярас мар. Пире улталарĕ вăл! — каласа хучĕ Марк. — Каçар та усал сăмахшăн, йĕксĕк вăл, пÿтсĕр этем! Пĕлейместĕн вĕт çынна. Мускавра аспирантурăна вĕренме кĕчĕ те пĕр çыру çырмарĕ. Паллами пулчĕ. Пĕр профессор хĕрне качча илнĕ тет-и? Туй хыççăн икĕ-виçĕ куна Шупашкара та килсе кайнă теççĕ. Пире систермен килнине. Мускав пропискишĕн çунатчĕ… Вĕренсе тухсан Шупашкар енне пăхас çук текех. Ăна тек аса илме кирлĕ мар.
Пĕр шуралчĕ, пĕр хĕрелчĕ çак усал хыпара итлесе тăракан Венера. Акă пуçларĕ вара лешĕ Георгий Николаевич вĕсене Турцие кайма ÿкĕтлени çинчен сăмах çаптарма. Венера урисем те чĕтрекен пулчĕç ăна итленĕçемĕн. Сăмах май хăй çинчен те виç сăмахпа асăнса хăварчĕ. Заводра инженерта ĕçлет-мĕн Марк, пĕччен хĕрарăм патĕнче хваттерте пурăнать. Час-часах хуласене командировкăна çÿрет, çулталăкра пĕр-икĕ хутчен чикĕ леш енне те çитсе килет.
— Халь, ал-урана çемье çыхман чух, çÿресе юлас, кайран хĕсĕнет, — кула-кула хăйпе çывăхрах паллаштарчĕ «инженер». Кăштах лăпланса-лăпланса пычĕ Венерăн тĕпĕртетекен чĕри, ĕненчĕ Марк сăмахне. Ĕненмесĕр, чĕлхи-çăварĕ еплерех япшар, çынпа витĕмлĕ, кăмăллă калаçать-çке-ха. Пытарма шутламарĕ Венера Маркран хăй ăçта пурăннине. Киле çитиех ăсатрĕ ăна арçын. (Ăçтан пĕлес Венерăн мĕнле тискер çынна тĕл пулнине. Пĕлеймерĕ паллах. Хăйĕн мăнкăмăллăхĕ çителĕклĕ темелле, анчах Георгий Николаевича Атăла пăрахнă хыççăн милицисенчен тарса Хусана килнĕ суя «инженера» çур сăмахранах ĕненсе лартрĕ.)
Улшăнчĕ Венерăн кун йĕрки çак тĕлпулу хыççăн: темле халиччен пулман «семинарсем», «пухусем» сикесике тухакан пулчĕç. Пĕрре хĕрхенсе, пĕрре тĕлĕнсе пăхрĕ Зинаида Александровна студентка çине. Сисрĕ-ха хваттер хуçи, чĕрипе сисрĕ: ку халиччен пулман семинарсемпе пухусене институтри преподавательсем мар, пĕр-пĕр каччă хăлхаран пăшăлтатса калать те: «Куç илми сăнамалла-çке çав çирĕме çитмен хĕр упраçа… Мĕн калăн, тухрĕ пуль вара Турă çырни. Çын тытса чарать-и ĕнтĕ халь ăна… Алăк умнех килсе ăсатать теççĕ те», — сасăпах калаçрĕ Зинаида Александровна Венерăн çуралнă кунне паллă тума хатĕрленĕ кĕрекере унсăрах ларнă май.
Килмерĕ, çуралнă кунне паллă тума та килмерĕ Венера хваттере. Кăштах кÿренес те килчĕ хуçа хĕрарăмăн. Ара, Венерăпа калаçса татăлнăпа пĕрехчĕ, çуралнă кунне хваттертех ирттерес, çывăх тантăшĕсене те чĕнес пек калаçнăччĕ. Кунĕпе чупрĕ мар-и Зинаида Александровна магазинсем тăрăх юр-вар шыраса? Çуралнă кун ыран тенĕ чух тем пулчĕ, пач кутăна печĕ Венера: «Туссемпе общежитирех ирттеретпĕр, ан чăрманăр, аттепе анне килеймеççĕ», — терĕ.
…Виçĕ хĕр те виçĕ каччă пухăнчĕç Венерăн çуралнă кунне паллă тума виçĕ пÿлĕмлĕ пушă хваттере. Çурта мĕлтлетсе çунчĕ. Ташă-юрă, эрех-сăра, тутлă апат-çимĕç, хаваслă кулă…
— Манăн заводри туссем, инженерсем, — паллаштарчĕ Марк çамрăксемпе. Лешĕсем тем те пĕр пĕлеççĕ, тем те пĕр каласа култараççĕ — итлесе тăранаймăн. Шăп çур çĕр тĕлĕнче Марк, пурне те тĕлĕнтерме тăрăшнă пек, Венера умне чĕркуçленчĕ, аллине чуптурĕ, унтан хĕр мăйне йăлтăртатса тăракан ылтăн вăчăраллă хаклă чул çакса ячĕ, çуралнă кун ячĕпе саламларĕ те тулли фужер шампань эрехĕ ярса пачĕ.
Çур çĕр иртсен те киле саланма васкамарĕç çамрăксем, çывăрма та унтах юлчĕç.
— Венера, эс пирĕн патша, сан сăмах пирĕншĕн паян — саккун. Кама килĕштеретĕн, çавна çĕр каçма та
суйласа илме пултаратăн. Санăн ирĕку, — пырса тăчĕç каччăсем виççĕшĕ те Венера умне.
— Мĕн эсир? Мана никам та кирлĕ мар. Эп киле каятăп. Марк, тархасшăн, ăсатса яр мана, — йăлăнса ыйтрĕ вăл.
— Слушаю и повинуюсь! Твое желание — закон. Одеваемся, — мăкăртатрĕ лешĕ.
Йăваран пĕрремĕш хут çут тĕнчене вĕçсе тухакан кайăк чĕппинчен хаваслăрах чупса тухрĕ Венера палламан хваттертен. Таксипе ăсатса ячĕ ăна Марк.
— Мĕн тери ырă каччă! — хавас кăмăлпа пырса кĕчĕ хăй пурнакан хваттере.
Çакăн хыççăн час-часах тĕл пулма тытăнчĕç вĕсем «инженерпа»: паркра-и, кинора-и, кафе-ресторанра-и… Ачаш курăк-çулçă пăшăлтатать-и çурхи паркра, ăшă çил вăштăртатса иртет-и пит-куçа ачашласа, савнă çын тутаран перĕнсе юрату сăмахĕ пăшăлтатать-и — пурте çамрăка хирĕç кавар тăваççĕ, пурте чĕрене вутсăр çунтараççĕ. Кил тĕлне те манчĕ Венера.
— Кая юлса çÿрекен пултăн-çке, хĕрĕм, вĕренÿре чăрмав пулмĕ-и? — ыйтрĕ Зинаида Александровна та çине-çинех.
— Эп таçта мар, общежитире çеç. Вĕренмелли мăй таран, — ĕненмелле хуравларĕ хĕр кашнинчех. Чăнах, тĕрĕссине пурне те ют çын мар, тăван амăшĕ те пĕлсе çитереймĕ. Тепĕр тесен, ачаллах чĕрери кăмăл-туйăм çинчен уççăн калаçма, чуна йăпатма çывăх тус-юлташ пулманран пуçри шухăша çынран пытарма вĕреннĕ Венерăшăн студентсем хушшинче те çывăх çынсем тупăнмарĕç.
Амăшне юрама, тÿрĕ сăмахран пăрăнма, вăлтма-суйма вĕреннĕччĕ вăл. Суя пурнăç — çур пурнăç тенĕ. Çур пурнăçпа пурăнма тытăнчĕ Венера Хусанта та. Час-час таçта кая-кая çухалакан пулчĕ. Пĕррехинче вара самай пысăк сумка йăтса таврăнчĕ.
— Сорочка пасарне кайса сутса параймăр-ши çак япаласене? — куçранах тĕллерĕ Венера Зинаида Александровнăна йăлăнса. — Минскран илсе килнĕ вĕсене…
Килĕшмерĕç те… çыннисене укçа тавăрса пама сутмалла пуль.
Пĕр иккĕленмесĕр тухса утрĕ хĕрарăм пасара. Чăн та, ик-виçĕ сехетренех чиперех укçа туса таврăнчĕ. Темиçе япалине Венера хăй студентсене сутса ячĕ. Ăçта кайрĕ Якку хĕрĕн мăнкăмăллăхĕ? Майĕпенех Марк «Болгарирен илсе килнĕ», «Чехире туяннă» теекен япаласене студентсене сутма вĕренсе пычĕ.
Пулкаларĕç тĕлпулусем. Кашнинчех Марк ăна таксипе ярăнтарчĕ, хула тăрăх çавăрать-çавăрать те пĕр-пĕр палламан урама çитерсе антарать. Астуса юлас тесех те тăрăшман та, тупата, паян тесен паян тупаймасть Венера çав çуртсене. Аракчино, Юдино станцийĕсем таран çÿрерĕç. Килĕштернĕçемĕн килĕштерсе пычĕ Венера «час-часах ют çĕршывсене» кайса çÿретĕп текен «инженера». Шанчĕ ăна, ĕненчĕ, каччă хăйĕнчен вунă çул аслăрах пулни те хăратмарĕ. «Чăн-чăн арçын», — ăмсанса пăхрĕ Венера вăйлă хул-çурăмлă, хĕр пек кĕрен те илемлĕ сăн-питлĕ арçынна. Анчах Венера ăнланман пĕр япала пурччĕ Маркăн — çынна нихçан та куçран пăхмастчĕ вăл. «Çын куçне санран тартать пулсан унра тĕрĕслĕх çук», — тетчĕ Уляç аппăшĕ Венерăна ачарах чух. Астуса юлнă çак сăмахсене Якку хĕрĕ. Кашни тĕл пулмассерен шампань эрехĕ, тутлă апат-çимĕç, магнитофон, ташă-юрă — куçран пăхса ларма-и унта?
Юхрĕ укçа, шыв пек юхрĕ. Парне çине парне илетчĕ Венера. Ресторан та кафе, театр та кино… Хирĕç пулакансем пĕрре мар ăмсанса пăхнă вĕсене, хăшĕ-пĕри çаврăна-çаврăна куçĕсемпе ăсатнă. Ара, тин çурăлнă чечек вĕт Венера: çи-пуçĕ шукăль, сăнĕ-пичĕ — ирхи шурăмпуç. Пĕрле вĕренекен студентсемпе ытлах туслă пулма тăрăшмарĕ хĕр, пăрăнарах çÿрерĕ. Пурччĕ пĕр армян каччи, Венерăна питĕ килĕштерет тетчĕç. Çаврăнса пăхмарĕ ăна чăваш хĕрĕ, Марк еннеллех туртăнчĕ. Уйрăмах Венера пĕрремĕш курс пĕтерсен çывăхланчĕç вĕсем. Марк та килĕштерме тытăнчĕ хĕре. Хăрушă та вăрттăн пурнăçпа пурнакан çын та каçсерен канлĕх шырать-мĕн. Пырса çитет вара, Венерăна чĕнсе кăларать, пĕр-пĕр паркра,
скверта çамрăк хĕр çумĕнче чунĕпе канать. Пĕр-ик сехет каялла çеç çакăн пекех хĕр ача сумкинчен е кĕсйинчен юлашки стипендине е шалу укçине кăларса илнине те манма тăрăшать.
Пĕр вăхăтра Венерăна чăнласах юратса пăрахнăн туйăна пуçланăччĕ Марка. Чăн-чăн пысăк туйăм тăлласа илнĕччĕ ăна. Малашлăх çинчен пĕрремĕш хут пуç тавра çавăрса шухăшлама тытăннăччĕ. Венера та ун пуçĕнче халиччен тĕл пулнă ытти хĕрарăмсенчен нимпех те уйрăм маррине пĕле тăркач хĕр çамрăклăхĕ, илемĕ, тасалăхĕ çине урăхларах куçпа пăхма пуçланăччĕ. «Тен, ку та укçапа парнесемшĕн çеç савать пуль», — текен иккĕленÿ туйăмĕ те хăпмарĕ-ха унран. Ватă çын мар Марк, тин вăтăр урлă каçнă, çĕнĕ пурнăç тума ĕлкĕрмелле. Анчах Венера вырăнне урăх хĕр пулсанччĕ… Пĕр вĕреннине тăруках пăрахаймăн çав… Иккĕмĕш курс пĕтерсен тата хивререх çаврăнма пуçларĕ Якку хĕрĕ ларнă хăрушă карусель. Çуллахи каникул кунĕсенче Молдавие каякан стройотряда çырăнма тăнăччĕ Венера. Марк ăна Украина тăрăх курса çÿреме путевка тупни çинчен пĕлтерчĕ, хăйпе пĕрле Запорожье, Херсон, Николаев, Одесса хулисене çитсе курма сĕнчĕ. Студентка пĕр турткаланса тăмасăрах килĕшрĕ. Ушкăнра питĕ хаваслă çамрăксем тупăнчĕç тата, тухса кайрĕ Венера пĕлнĕ-пĕлмен арçынпа инçе çула.
Ушкăнри нихăш арçын куç уçса ан пăх Якку хĕрĕ çине, мĕлке пек, çыпăçсах çÿрерĕ Марк, вута та, шыва та кĕме хатĕр пулчĕ Венерăшăн. Тĕллеççĕ ют куçсем хĕре, илемĕпе çамрăклăхне ăмсанаççĕ. Чăтăмлă пулчĕ Марк, Одессăна çитиччен те кăмăл-туйăмĕ çинчен сăмах тапратмарĕ. Мĕн тери хĕпĕртесе çÿрерĕ халиччен тĕнчене тухса курман Венера, кăнтăр хĕвелĕ айĕнче савăнчĕ. Одесса хĕвелĕ уйрăмах вĕри, эрехĕ уйрăмах тутлă пулчĕç пулас. Чăтса тăраймарĕ Марк, пĕр каçхине хытă-хытă чуптурĕ те Венерăна ир енне кăна хăй ытамĕнчен вĕçертрĕ…
«Вот тебе святая Дева Мария, — тĕлĕнсе те тарăхса выртрĕ вăл нумайччен. — Вăт сана ял хĕрĕ. Çиелтен пăхсан мăйăрĕ сап-сарă, шалта хăрăк. Эх, пиçмен па-
шалу эп… Çамрăклах пăсăк, эп пур — тĕкĕнме хăраса пурăнатăп».
Пуçланчĕ вара ахăр самана. Путевка вĕçленичченех арлă-арăмлă пекех пурăнчĕç. Марк сăмахĕнчен тухаймиех пулчĕ Венера. Хусана таврăнсан пушшех те капкăна çакланчĕ, Марк пырса паракан япаласене пытарса усрама лайăхах хăнăхса пычĕ, хăшне-пĕрне сутма та именсе тăмарĕ. Малтанлăха йăпатрĕ, ачашларĕ ăна Марк, каярахпа хăратсах çитерчĕ. Ăнланакан пулнăччĕ Венера, чиперех ăнланнăччĕ Марк япалисем мĕнле «патшалăхран» килнине. Лешĕ те сисрĕ, тÿрех патлаттарса хучĕ пĕррехинче: «Эс айван мар, куратăн. Пĕр-пĕр çын умĕнче çур сăмах çеç персе яр — пуçна та, кĕлеткÿне те пĕр йытă та шыраса тупаймĕ. Ан ман!» — терĕ. Итлерĕ Венера, шăлне çыртрĕ, Марк мĕн хушнине йăлтах турĕ.
«Юлашки ку! Ша! Çĕнĕрен пурăнма тытăнатпăр. Çитĕ аташса», — терĕ Марк Хветурана вĕлернĕ хыççăн.
Чăнах та, юлашки тĕлпулу пулчĕ ку. Марк ăçта çÿренине те пĕлмерĕ ун хыççăн Венера, тĕрĕссипе каласан, унăн хушамачĕпе ашшĕн ятне те ыйтса пĕлеймерĕ. Темиçе уйăх иртнĕ май лăплансах çитнĕччĕ Венера, канлех çывăракан пулнăччĕ. Çуллахи экзаменсем те вĕçленсе пыратчĕç. Консультаци вăхăтĕнчех пысăк аудиторинчен коридора чĕнсе кăларчĕç ăна милиционерсем. Хушаматне, ятне ыйтрĕç те — икĕ аллине çурăм хыçне çавăрса тытрĕç, хăйсемпе илсе кайрĕç…
15
Хура юпа пек пĕр-пĕччен юлчĕ Яков Васильевич тăватă пÿлĕмлĕ пысăк пÿртĕнче. Ватă çын ыйхипе çывракан пулчĕ, кăтăш пулса илет те вăрана-вăрана каять. Ыйхи канлĕ мар та, тĕлĕкĕ те сырăнсах çÿрет. Вĕсем те пĕринчен тепри канăçсăр, хăрушă, таçтан вĕçе-вĕçе анаççĕ. Куçа уçса янă çĕре йăлтах таçта тарса пытанаççĕ. Текех пуçне ватать вара тĕлĕкре мĕн курнине аса илме тăрăшса. Пуçне ватмалли ахаль те нумай çав. Венера канăç памасть-çке ашшĕне, çав хĕрарăма вĕлернĕ çĕрте
пĕччен пулман пек туйăнать. Хăй аллипе çын вĕлернĕ тенине ĕненесшĕн мар-çке ашшĕ чĕри, ниепле те ĕненесшĕн мар: пулнах унта тата кам та пулин. Пĕччен пулманах Венера.
— Кăххăм-кăххăм, — ÿсĕрчĕ такам.
Тĕлĕннипе диван çумне хытсах ларчĕ Якку, ним ăнланмасăр ун-кун пăхкаларĕ.
— Паллаймарăн-и? Эпĕ ку. Мĕн уявĕ сан, пÿрчĕпе çутă çунтаран, — кăштăртатса пырса тăчĕ диван умне Егор Васильевич, ал тăсса пачĕ кил хуçине.
— Эс ăçтан килсе тухрăн тата? — тĕлĕннине пытараймарĕ кĕрÿшĕ. — Алăка питĕрмен-им эп? Шупашкартан хăçан таврăннă вара эс?
— Паян çитрĕм. Хăваласа кăларса ямăн-и? Мĕнле пурăнкалатăн кунта пĕччен? Тек Шупашкара каяс мар тетĕп, кĕрÿ. Унта пурнас килмест манăн.
— Отпуск илтĕм те, санаторие каймаллаччĕ тесе пăшăрханса ларатăп. Чĕре чикет, — тăчĕ, хывăнтарчĕ хăнине, кухньăна кĕрсе çырткаламалли хатĕрлерĕ Якку.
Апатланкаларĕç.
— Кама кирлĕ ватă çын вăйран чаксан? — хăй юррине юрлама пуçларĕ Егор Васильевич. — Еляна пытарнă хыççăнах ялтан каймалла пулман та çав. Ан пăрах мана, кĕрÿ, — сасси чĕтренсе илчĕ старикĕн, янахĕ сиккелерĕ. — Хăнара лайăх та, килте пин хут лайăхрах. Кил ăшши çеç ăшăтать этеме. Ăçта пурăнса ирттернĕ, çавăнтах çĕре кĕмелле пултăр. Итлерĕм вĕт тăвансене, карчăк вилсен пÿрте сутсах тухса кайрăм иккĕмĕш арăм патне. Халĕ акă ватлăхра килсĕр йытă пулса юлтăм, тĕнче кулли. Эс те пулин ан чирле-ха, чĕрепе унпа шÿтлемеççĕ, тухтăрсем патне кай. Киле хам пăхкалăп.
— Пурнăпăр-çке, хуньăм, пире çитет кунта. Инçе çула тухса кайма выльăх-чĕрлĕхне те вăр-вар пăрахса хăвараймастăн та…
— Э-э, ватлăхра çапла пуласса кам шутланă. Ялта сумлă çынах теттĕм хама. Сирĕншĕн хуйхăрсах шуралтăм. Ашшĕ-амăшне ачасен хуйхи-суйхисĕр пуçне урăх мĕн асаплантарать? Еляна хĕрхенсе çыврайми пултăм, — тин çеç нишленсе ларакан старик сасси тем вăхăтра хулăнланчĕ. — Эпĕ илтрĕм-ха эс мĕн хăтланнине. Сана тупра ытлашши пулни хытă чăрмантарать тет-и? Çавна илтсе васкаса килтĕм. Ăсран тайăлмарăн пуль те? — каласа пĕтереймерĕ пуçланă сăмахне, хашлатса сывларĕ. — Эсĕ мĕн, çара кута юласшăн-и, кĕрÿ? Венера пур-çке сан, Венера сывă, ан ман. Чĕрĕ пуç каялла çаврăнса çитетех. Пурлăха çилпе вĕçтерме нумай ăс кирлĕ мар, пухма йывăр… Кофе пурччĕ-и çавăнта, кĕрÿ, кофе пар-ха пĕрех хут.
Чăлантан кофе илсе кĕчĕ кил хуçи, пÿлĕме тутлă шăршă кăларчĕ.
Пусăрăннă Егор Васильевич, ĕлĕкхи мар. Ав кофе чашăкне тытнă пÿрне сыпписем мăкăрла-мăкăрла тухнă, алли чĕтрет. Çулĕ те пур çав ĕнтĕ, сакăр вуннă урлă каçнă.
Малтанласа старик сăмахĕсене илтмĕш пулса ларчĕ Яков Васильевич, йăшăлт та хускалмарĕ. Хирĕç чĕнменнине кура сассине чиперех хăпартма, ăс пама тытăнчĕ хайхи. Васкамасăр ура çине тăчĕ, аллипе кĕрÿшĕ ларакан диван пуçне шăлса илчĕ.
— Çак диван та ман ĕнсе çинчен аннă вĕт, ăна тата мĕнле парса яраймарăн-ха? Шăрши-марши ан юлтăр терĕн-и вара? Колхоз председателĕн пÿлĕмне лартма юратчĕ ăна.
Татах шарламарĕ Яков Васильевич, чĕри тĕлĕнче тем чиксе илнине туйса кăштах тайăлчĕ. Лешĕ нимĕн те сисмерĕ, тăкрĕ те тăкрĕ сăмахне, куçĕ пăр пек сиввĕн чăл та чăл ялкăша-ялкăша илчĕ, итлесе ларакана шăнтса ячĕ. Кăн-н пăхрĕ Якку старике куçран, тем аса илме тăрăшса çамкине пĕрчĕ.
Ăçта? Ăçта, хăçан курнăччĕ-ши вăл хăй пурнăçĕнче кунашкал сивĕ çутта, хăçан, ăçта курса нихçан ăшăнмалла мар шăнтса хăварнăччĕ чĕрене çавнашкал çутă? Тепре тĕллесе пăхрĕ Яков Васильевич хуняшшĕне куçран, пăхрĕ те тĕлĕнсе хытса кайрĕ. Пĕтĕмпех аса илчĕ.
Пĕррехинче сатин шăлаварлă Якку шкула кайма тухнăччĕ те пĕр-пĕччен çул çинчи кĕрте ишсе пыратчĕ. Унччен те пулмарĕ ун умне икĕ кашкăр сиксе тухрĕ. Пиллĕкмĕш класа çÿретчĕ çав çул Якку. Сиксе тухрĕç
пысăк куçĕсене симĕс вут-хĕм сирпĕтсе. Малтанласа тискер кайăксене йытă вырăнне хунă ача юлташне курнă пекех хĕпĕртесе ÿкрĕ. Анчах лешсен куçĕсем тискеррĕн çуннине курсан хăй йăнăшнине ăнланчĕ. Сехри хăпса тухнипе уринчен ури иртми пулчĕ, çапах мĕкĕлтетрĕ. Унпа пĕрле ял çумнех çитрĕç кашкăрсем. Тăршшĕпе выляса пычĕç. Пĕрре сулахай енчен, тепре сылтăмран сикесике пыраççĕ, перĕне-перĕне иртсе каяççĕ. Темле сиксе лармаççĕ, темле çурса тăкмаççĕ. Ял çумне çитсен ялта йытăсем вĕрнине илтсе çул çинчех ларса юлчĕç. Вăт ăçта курнă Якку кунашкал сивĕ çутта.
— Эпĕ ĕнер правление кĕрсе йăлтах çыртартăм. Акă кур, — темле хут туртса кăларчĕ старик кĕсйинчен, кĕрÿшĕ еннелле тăсрĕ. — Ырра тухас терĕн апла. Вăт çилхăван! Ырă ят илтес килчĕ эппин? Эс çара кутне тахçанах пĕлнĕ-ха эпĕ. Пăртак ăс кĕрет тесе те… Çара кутра йĕм тăмасть теççĕ. — Сасси хытса, çирĕпленсе пычĕ старикĕн. Кĕрÿшĕ чĕнменнине кура татах хăюлансах пычĕ. — Пĕлсех калатчĕ Елян…
Хускалчĕ, юнашар тумбочка çинче выртакан куçлăхне илсе тăхăнчĕ Яков Васильевич.
— Шăплан-ха кăштах, хуньăм. Тырă миххи мар-ха ман пуçра, — лăпкăн каласа хучĕ вăл тем вăхăтран хирĕçес килмесĕр.
— Эп каламасан кам калатăр сана, ачам, эп çын турăм сана, эп! Паллами пултăн. Таврипе намăс кăтартрăн, Еляна та эсех вĕлертĕн! Чăтрăмăр. Çын çинче яту ан кайтăр терĕмĕр, пуçлăх-çке-ха. Астăватăн-и, авлантăн. Хĕр койки те вырнаçмарĕ сирĕн пÿрте. Халь керменре сарăлса ларатăн. Виçĕ пин патăм пÿрт лартма! Виçĕ пин!
Темскер янраса кайрĕ Яков Васильевич пуçĕнче, кăкăра тем хĕстерсе лартрĕ, пăчăртама тытăнчĕ. Сывлăш пÿлĕнчĕ.
— Манăн пурăнмалли те темиçе кун çеç юлнă пуль, çапах хурал йытти пулам та хамлатса выртам кунта! Памастăп пÿрте, кĕрÿ, никама та! Ман Венера пур! — кăшкăрса ячĕ Егор Васильевич кĕтмен çĕртен. — Сан мар ку çурт! Ăслă çын çыхланать-и сан пек ухмахпа, ăслă çын парать-и санашкал çара çерçие хăй хĕрне. Пĕлсех паман сана Микуласем хăйсен хĕрне. Çавсен Ирипе варлă пулнă теççĕ сана. Ирăна илесшĕн пулнă тет вĕт эс, лешсем хуса кăларса янă тет сана.
Ян! та ян! янраса кайрĕ Якку тăнлавĕнче.
— Мĕн терĕн, хуньăм, тепре кала-ха, мĕн терĕн? Ира тетне? Эс Ира ятне асăнатăн-и? — тытăнчăклăн ыйтрĕ Яков Васильевич.
— Пăх-ха, епле урса кайрĕ, — куланçи пулчĕ те кăштах пусарчĕ старик сассине. — Ахаль калатăп, пулни-иртни манăçтăр ĕнтĕ. Курнă вĕт эс Елян ашшĕ укçаллине, кукша, лартайăн-и хăв тĕллĕн çакăн пек кермен, хăв çеç пулсан лекейрĕн-и эс пуçлăха? Çыпăçрăн вĕт, йĕпе милĕк çулçи пек, çын турăмăр сана…
— Мана эс çын турăм тетĕн-и, хуньăм? — вĕриленсе кайрĕ Якку çан-çурăмĕ. — Çирĕн эс мана, чĕрĕлле çирĕн, ан хăй текех Ира ятне асăнма! Кашкăр пултăн эс маншăн! Иртеймерĕм эп санран, ухмах, çемçешке пултăм. Хам айăплă, эс мар…
— Ира ухмах-и вăл сан пеккине качча тухма? Пĕтертĕн, йăлтах пĕтертĕн эс пире, — татах лăпланаймарĕ старик.
Чĕтренсе илчĕ Якку, темиçе сăмах пăт-пат персе ячĕ, чăтса лараймарĕ, сиксе тăчĕ, каллех ларчĕ, аллисемпе хăлаçланчĕ.
— Эп сана çыпăçрăм-и?.. Эп сана укçаллă тесе пырса сырăнтăм-и?.. Эпĕ-и?.. — сылтăм аллипе чĕри тĕлĕнчен хыттăн пăчăртаса тытрĕ вăл. Ури тайăлса-тайăлса кайрĕ, пĕтĕм кĕлеткипе хуняшшĕ умне юлашки хут чĕркуçленсе каçару ыйтма хатĕрленнĕ пек йывăррăн тĕшĕрĕлсе анчĕ…
«Инфаркт, — терĕç «васкавлă пулăшу» машинипе çитнĕ тухтăрсем. — Пурăнасси пĕтнĕ…»
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
- Христосăн Таса Хĕресне Çĕкленĕ Кун Вĕрентсе Калани
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ