Геннадий Айхи: Вирьял Тусăмсене


Николай Мартынова

Чарлан пекех хура ураллă
Вирьял пикисене салам!
Тури чăвашăн хÿхĕм ялĕ,
Мĕнпе сана хисеп тăвам?

Каç шуçăмĕ сĕвем-сĕвемĕн
Кĕрен те симĕс тĕрленсен,
Илемĕре аса илем-и Йăмраллă,
сулхăн урамсем?

Уй хапхисем çинче вулатăп:
«Çÿрес пулать хупса, чипер».
Хапхăрсене вара хупатăп, —
Çырни ан юлтăр çырнипе.

Улăхпала утса пыруçăн
Пыл шăршине туйма аван,
Ыр кăмăл пек таса та уçă, ,
Тăп-тăр шывпа питне çăван.

Кăпăкланса кăна лараççĕ
Шур шупăр уртнă çĕмĕртсем, —
Шăпах çапла капăрланаççĕ
Вăййа тухма анатрисем.

Хĕстернĕ кĕпине тирпейлĕ, —
Шывран килен шур хур пекех
Ытарма çук яка та меллĕ
Утса килет маттур пике.

Ик витринчи çăлкуç ахахĕ
Ан тăкăнтăр — хуллен утать.
Куллен çапла шыва утсах-и,
Тен, хĕр утти ĕлккен пулать.

Çемçен, тăсса, юрланă евĕр
Сăмах хушать мана пике.
Калаçуран сисет те:
«Эсĕр Катарисем пулатри-ке?»

Кĕретĕп урама. Туй-халăх
Ик чун пĕрлешнине чыслать.
Хĕрсем шур шупăрлă, тухьяллă
Шăп «Айтарти» пек туйăнать.

Анчах йыша кĕрсен, туятăн —
Хальхи кунсен çĕнĕлĕхне:
Туй ăшшипе çĕкленнĕ ватă
Хĕрсех тĕвет «Подгорнăйне».

Ав, Киев хÿтлевçи пуçарнă:
«Сердитiй вiтер завiва».
Клуб пуçĕ Карима* куçарнă,
Вулать «Çĕн çынсене» сăвва.

Хĕрпе качча урра çĕклеççĕ —
Йăлтăртатаççĕ медальсем.
Хĕр ташшине хĕрсех ĕнтеççĕ
Хура халатлă инкесем…

Халь эп татах та хисеплетĕп
Сире — вирьял тусăмсене,
Йăлăрсене те, чĕлхере те,
Чемей ялне, Йăван уйне.

Шарпаш, Çухра, Сăнар таврашĕ,
Патăръелпе Çĕньял тавраш —
Палатайпа Крепков чăвашĕ —
Пĕр туслă çемьери чăваш.

Мăн Атăла кĕрсе юхаççĕ
Пĕр шыв пулса Вылпа Пăла,
Мăнаçлă тинĕсре шавлаççĕ
Тапса сикен хăватпала.

Çĕршер чĕлхеллĕ те çĕр ятлă
Тăванлă халăх йышĕнче
Эпир те туслăхпа хăватлă
Пуласлăхăн кĕрлевĕнче.

Çухра ялĕ.
Июль, 1953


М. Карим — пушкăрт поэчĕ, паллă лирик.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.