Киремет


Тукти Исаев

1903 çулта çырнă.


Киремете парнене юракан выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ, урăх пĕр япала та тумаççĕ.

«Çыралах, хура халăха çăмăллăх патăр», ‒ теççĕ.

Вăл Киремет тени йĕри-тавра йăвăç, çав йăвăçсан йĕри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ват çынсем пуçтарăнса кĕл тăваççĕ.

Çав Киремете выльăхсем парне кÿреççĕ, ак вăл выльăхсем, хур, вăл хурне тунă чухне ак епле кĕл тăваççĕ: «Ак сана хур паратпăр, мĕн вăй çитнипеле анчах».

Унтан вара пушăтпа çыхаççĕ те, çурăм çине чашăкпа шыв яраççĕ, унтан вара вăл силлениччен яланах: «Çырлахтăр», ‒ тесе тăраççĕ.

Епле кăна силленет, çав вăхăтра кĕл туса калаççĕ: «Çырлах хура халăха, çăмăллăх патăр», ‒ теççĕ.

Çавсене туса пĕтерсен ăна вара пусаççĕ те, çуса пĕçереççĕ. Унтан маларах пĕтĕм ялтан кĕрпесем, тăварсем, çăнăхсем, куймаксем, пашалусем пуçтараççĕ. Хуранне çакаççĕ те, путеккине илс е пыраççĕ, ăна вара пушăтпа çыхса çирма хĕрне илсе пыраççĕ. Унтан вара çурăм çине шыв яраççĕ те, вăл вара силленет.

Вăл силленсен ăна вара калаççĕ: «Ку парне вырăнлă пулчĕ», ‒ теççĕ.

Ăна вара пусаççĕ те, хурана ярса пĕçереççĕ те, валеççе параççĕ. Унăн шăмине ватма хушмаççĕ. Унтан вара такине пусаççĕ, такине пуссан, çавăн пекех тăваççĕ, путеккине тунă пекех. Çапла кăнтăрлана хурне, путекне, такине туса пĕтереççĕ. Кăнтăрла иртсе чипер лайăх кĕл тăваççĕ те, тата иккĕшне тума тытăнаççĕ.

Унтан вара вăкăрне пусаççĕ, ăна пуснă чухне ваттисем çамрăккисене вăрçа-вăрçа калаççĕ: «Ниушлĕ эсир пĕрте хăрамастăр-им хăсамăра мĕн пулассинчен».

Çамрăккисем вара хăраса кăна тăраççĕ, хăйсем пĕр сăмах та чĕнмеççĕ. Унтан вара вăкăрне икĕ урине çихаççĕ, малти урине сылтăмне, кайри урине сулахайне, унтан вара ăна тĕртсе ярса ӳкереççĕ те, пусса тăрса ниçталла та тапланма ямаççĕ, мĕншĕн тесен вăл тапалансан унăн техĕмĕ пĕтет, теççĕ. Çапла вара вăкăра та пусса-туса тирпейлесе хураççĕ. Епле кăна тулькĕ кăнтăрла сулăна пуçласан, ăна çуса хурана ярса хураççĕ, тата тепĕр хуранĕпелен пăтă пĕçереççĕ. Пăттине ăна çав çын пĕçерет, вăкăрне сутан çыннăн арăмĕ. Вăл арăма вара вăкри пиçсен вăкăр пуçне тыттараççĕ, а арçини ашсене, пăттисене валеççе çÿрет. Унтан вара тĕттĕм пулсан тынине те пусма тытăнаççĕ. Вăл тынине пуснă чухне çавăн пекех тăваççĕ, вăкрине тунă пекех. Унтан 24 тынине те пусса пĕтереççĕ. Çапла пиллĕкмĕш выльăхне те пусса тирпейлесе пĕтереççĕ.

Унтан вара тăват тире пĕр çĕрелле сарса хурса кĕл тăваççĕ, унăн кĕлли ак епле: «Эй, Турă, эсĕ пире çаксене тирпейлеме вăй-хăват патăн, пирĕн парнемĕрсене хапăл тусам», ‒ теççĕ.

Унтан вара вĕсенĕн шултăрарах шăмисене пĕр çĕрелле пуçтарса çыхса йывăç çине çакса хураççĕ. Пуç шăмисене, нăхта туса, калах çакса хураççĕ. Унтан вара çавăнти чашкисене, кĕрпесемпе, тăварсемпе илсе пынисене, пурне те йĕркипе хурса тухаççĕ те, унта илсе пынă ашĕсене, пăттисене пăртак-пăртак хура-хура тухаççĕ.


ТРАДИЦИОННАЯ КУЛЬТУРА ЧУВАШЕЙ: ТЕКСТЫ (МАТЕРИАЛЫ НАУЧНОГО АРХИВА ЧУВАШСКОГО ГОСУДАРСТВЕННОГО ИНСТИТУТА ГУМАНИТАРНЫХ НАУК). Подг. к изд. – А.К. Салмин. – СПб.: Филологический факультет Санкт- Петербургского государственного университета, 2014

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s