10 Ÿкĕт


1

Эпĕ Хуçа сан Турру: манăн умăмра санăн урăх турăсем ан пулччăр

(2) Эпĕ Çÿлхуçа, сана Египет çĕрĕнчен, чуралăх çуртĕнчен, илсе тухнă Турру. (3) Манăн умăмра санăн урăх турăсем ан пулччăр. (4) Йĕрĕх ан ту, çÿлте тÿпери япаласенĕн, аялта çĕр çинчи япаласенĕн, çĕртен аяларах шыври япаласенĕн паллинесăнне, кĕлеткине ан ту; (5) вĕсене ан пуççап, вĕсене ан пăхăн: Эпĕ Çÿлхуçа, санăн Турру, кĕвĕçекен Турă — Эпĕ Хама курайман ашшĕсен айăпĕшĕн ачисене виççĕмĕш, тăваттăмĕш сыпăкне çитиччен хаса паратăп, (6) Хама юратакансене, Манăн ÿкĕтĕмсене пурăнăçласа тăракансене пин сыпăка çитичченех ырăлăх паратăп. [Тухни 20]

(6) Эпĕ Çÿлхуçа, санăн Турру, сана Египет çĕрĕнчен, ху чура пулса пурăннă çуртран, илсе тухнă Турă. (7) Манăн умăмра санăн урăх турăсем ан пулччăр. [Саккуна астутарни 5]

I. «Санăн Турру Епĕ; Манран пуçне санăн урăх турру ан пултар.
II. Çÿлте пĕлĕт çинче, айалта çĕр çинче, шывра çĕр айĕнче те мĕскер пур, вĕсене пĕрне те кĕлетке туса, ĕненсе ан пуççап. [Чăн тĕн кĕнеки, 1873]

1. Абе то́ра са̀нынъ, манда̀нъ поснѐ о́рихъ То́ра сана̀ анбо́лдыръ. 2. Анту́въ сана̀ погганя̀ (посяпма́шкынъ), о́рихъ да онъ тю́сля, ни сіольдя̀, сюдъ сянда́лыкъ синьчѝ, ни аялда̀- сирь синьчѝ, ни шивра̀, сирь а́иньча, анпося̀пъ анда хизяпля̀ вулзаня̀. [Кюскя свято́й і̂ома̀ге, 1832]

2

Çÿлхуçанăн, хăвăн Туррун, ятне вырăнсăр ан асăн

(7) Çÿлхуçанăн, хăвăн Туррун, ятне вырăнсăр ан асăн, Çÿлхуçа Хăйĕн ятне вырăнсăр асăнакана хасасăр хăвармĕ. [Тухни 20]

(11) Çÿлхуçанăн, хăвăн Туррун, ятне вырăнсăр ан асăн: Çÿлхуçа [Турру] Хăйĕн ятне вырăнсăр асăнакана хасасăр хăвармĕ.  [Саккуна астутарни 5]

III. Турă йатне кăлăх, вăхăтсăр ан асăн. [Чăн тĕн кĕнеки, 1873]

3. Кулу́хъ выры́нзыръ то́ра я́тне ана́зынъ. [Кюскя свято́й і̂ома̀ге, 1832]

3

Хуçан кунне тасалăхлă тытма асту

(8) Шăматкуна уяма астусах тăр; (9) ултă кун ĕçле, [çав кунсенче] хăвăн мĕнпур ĕçне ту; (10) çиччĕмĕш кунĕ Çÿлхуçашăн, хăвăн Туррушăн, шăмат пултăр: çавă кун эсĕ хăв та, санăн ывăлу та, хĕрÿ те, арçын чуру та, хĕрарăм чуру та, [вăкăру та, ашаку та, пур тĕрлĕ] выльăху-чĕрлĕхÿ те, санăн çуртăнта пурăнакан ютран килнĕ çын та нимĕнле ĕç те ан тăвăр, (11) мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа тÿпепе çĕре, тинĕсе тата унта мĕн пуррине пурне те ултă кун хушши пултарнă, çиччĕмĕш кунне канлĕхлĕ тунă; Çÿлхуçа шăматкуна çавăнпа пилленĕ, ăна тасалăх тивлечĕ кÿнĕ.  [Тухни 20]

(12) Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хăвна ÿкĕтлесе каланă пек, шăматкуна уяма астуса тăр; (13) ултă кун ĕçле, хăвăн пур тĕрлĕ ĕçне туса тăр, (14) çиччĕмĕш кунĕ Çÿлхуçашăн, хăвăн Туррушăн, шăматкун пултăр: [вăл кун] эсĕ ху та, ывăлу та, хĕрÿ те, арçын чуру та, хĕрарăм чуру та, вăкăру та, ашаку та, пур тĕрлĕ выльăхчĕрлĕхÿ те, ютран килнĕ çын та, сан патăнта пурăнаканскер, нимĕнле ĕç те ан тăвăр, санăн арçын чуру та, хĕрарăм чуру та, [ашаку та] сан пекех канччăр;  (15) ан ман, [эсĕ] Египет çĕрĕнче чура пулнă, анчах Çÿлхуçа, хăвăн Турру, Хăйĕн хăватлă аллипе, пысăк вăйĕпе сана унтан илсе тухнă, çавăнпа Çÿлхуçа, хăвăн Турру, сана шăматкуна уяса, [упраса тăма] хушнă.[Саккуна астутарни 5]

IV. Ерне кун (Чĕрĕлнĕ кун) кĕлĕ кунĕ тума ан ман; ултă кунччен хăвăн мĕн пур ĕçĕсене ĕçле, çиччĕмĕш кун, ерне кун (чĕрĕлнĕ кун) ху Туррушăн пултăр. [Чăн тĕн кĕнеки, 1873]

4. Шма́тъ коня̀ асту́въ, оя̀съжинъ она̀: о́лта конъ исля̀ порь са́нынъ и́сьзаня ся́ва ко́нзамъ хо́жиньча тюрь ла́ть, ситчѝ конъ вара̀-шма́тъ коня̀-са́ньшъ торра бо́лдыръ.[Кюскя свято́й і̂ома̀ге, 1832]

4

Аçупа аннÿне хисепле

(12) Аçупа аннÿне хисепле, вара [хăвна лайăх пулĕ тата] хăвна Çÿлхуçа, хăвăн Турру, паракан çĕр çинче кун-çулу вăрăм килĕ.  [Тухни 20]

(16) Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хăвна хушнă пек, аçупа аннÿне хисепле, вара кунçулу вăрăм килĕ, хăвна Çÿлхуçа, хăвăн Турру, паракан çĕр çинче сана лайăх пулĕ. [Саккуна астутарни 5]

(19)  аçу-аннÿне хисепле [Марк 10]

V. Аçăна, анĕне хисепле, хăнах аван пулĕ, ку çĕрте ĕмĕрÿ вăрăм килĕ. [Чăн тĕн кĕнеки, 1873]

5. Са́нынъ а́сше а́мышне картъ, и́ра бола́съжинъ сана̀, си́мынъ борны́зя вурумлада̀съжинъ.
[Кюскя свято́й і̂ома̀ге, 1832]

5

Ан вĕлер

(13) Ан вĕлер. [Тухни 20]

(17) Ан вĕлер.  [Саккуна астутарни 5]

(19) çынна ан вĕлер [Марк 10]

VI. Çынна ан вĕлер. [Чăн тĕн кĕнеки, 1873]

6

Ан аскăнлан

(14) Ан аскăнлан. [Тухни 20]

(18) Ан аскăнлан. [Саккуна астутарни 5]

(19) Мăшăрна ан ултала [Марк 10]

VII. Йасара ан çÿре. [Чăн тĕн кĕнеки, 1873]

7. Яза̀ръ ансюря̀. [Кюскя свято́й і̂ома̀ге, 1832]

7

Ан вăрла

(15) Ан вăрла. [Тухни 20]

(19) Ан вăрла. [Саккуна астутарни 5]

(19) ан вăрла [Марк 10]

VIII. Ан вăрла. [Чăн тĕн кĕнеки, 1873]

8

Çывăх çынну çинчен суя ан кÿнтеле

(16) Çывăх çынну çинчен суя ан кÿнтеле. [Тухни 20]

(20) Çывăх çынну çинчен суя ан кÿнтеле.  [Саккуна астутарни 5]

(19) судра суйса ан пĕлтер. [Марк 10]

IX. Çын çинчен суйа суйса ан кăтарт. [Чăн тĕн кĕнеки, 1873]

9. Анхюдюхдя̀ о́рихъ синъ синьчѐнъ. [Кюскя свято́й і̂ома̀ге, 1832]

9

Çывăх çыннун арăмне ан ăмсан

(17) … çывăх çыннун арăмне ан ăмсан… [Тухни 20]

(21) Çывăх çыннун арăмне ан ăмсан…  [Саккуна астутарни 5]

X. Çын арăмне, çын кил-çуртне, çĕрпе, тарçине, вăкăрне, ашакне, выльăх-чĕрлĕхне, çынăнне нимĕскерне те ан сăхлан, ку мана пулин-чĕ тесе ан шухăшла. [Чăн тĕн кĕнеки, 1873]

10. Анкиля̀ чо́нба і̂отъ арымня, і̂отъ киль сі̂ортня, ни оя̀, ни чора́ня, ни чора̀ мари́ня, ни ву́ггурня, ни лажи́ня, ни о́рихъ вы́лихъ чи́рлихня, ни идты̀ ябала́на санъ поски́линня. [Кюскя свято́й і̂ома̀ге, 1832]

10

Çывăх çыннун мĕн пуррине ан хапсăн

(17) Çывăх çыннун кил-çуртне ан хапсăн; çывăх çыннун арăмне ан ăмсан, [унăн уйне-хирне те,] унăн арçын чурине те, хĕрарăм чурине те, вăкăрне те, ашакне те, [унăн кирек хăш выльăхне те,] çывăх çыннун мĕн пуррине нимĕнне те ан хапсăн, тенĕ. [Тухни 20]

(21) Çывăх çыннун арăмне ан ăмсан, çывăх çыннун килçуртне ан хапсăн, унăн уй-хирне те, унăн арçын чурине те, хĕрарăм чурине те, унăн вăкăрне те, ашакне те, [нимĕнле выльăх-чĕрлĕхне те,] çывăх çыннун мĕн пуррине нимĕнне те ан хапсăн, терĕ.  [Саккуна астутарни 5]

X. Çын арăмне, çын кил-çуртне, çĕрпе, тарçине, вăкăрне, ашакне, выльăх-чĕрлĕхне, çынăнне нимĕскерне те ан сăхлан, ку мана пулин-чĕ тесе ан шухăшла. [Чăн тĕн кĕнеки, 1873]

10. Анкиля̀ чо́нба і̂отъ арымня, і̂отъ киль сі̂ортня, ни оя̀, ни чора́ня, ни чора̀ мари́ня, ни ву́ггурня, ни лажи́ня, ни о́рихъ вы́лихъ чи́рлихня, ни идты̀ ябала́на санъ поски́линня. [Кюскя свято́й і̂ома̀ге, 1832]

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s