Галина Семеновна Сорокина | Kalină Sorokkĭn
Çaмрăк çемьесене пулăшма
Кĕнекере çырсa кăтартнă усăллă канашсем кашни çыннaх кулленхи пурнăçра пулăшма пултараççĕ — кил хуçи хĕрарăмĕсене те, çамрăк каччăсемпе хĕрсене те, ватти-вĕттине те. Пĕрисем кунта кил-çурта епле майпа хăтлăрах тăвасси çинчен вуласа пĕлме пул- тараççĕ, теприсем — пахчаçимĕçпе улма-çырларан тутлă апат- çимĕç хатĕрлесси çинчен, виççĕмĕшĕсене, паллах ĕнтĕ, сывлăха çирĕплетессипе çыхăннă канашсем кăсаклантараççĕ.
Тупмалли
Пурнăç тулăх, кĕрекемĕр пуян пултăр
Тулли кĕрекешĕн: Тултармăш • Фаршланă хырăмлăх • Сысна пуçĕпе урисенчен хатĕрленĕ рулет • Кавказри пек шашлык • Хуплу • Типĕтнĕ панулми кукалĕ • Хуран кукăлĕ • Кĕсел • Квас
Салатсем: • Купăста салачĕ • Петрушка салачĕ • Пахчаçимĕç салачĕ • Хĕрлĕ кăшман салачĕ • Çăмарта салачĕ • «Сывлăх» салат
Килти торт
Улма-çырла кукалĕ
Кăмпа – усăллă çимĕç
Çамрăк кăмпаçа пĕлме
Кăмпа сиенлĕхĕ
Кампа типĕтнĕ чух
Кăмпа тăварлакансене пĕлме
Кăмпа маринадланă чухне
Çамрăк пахчаçăн мĕн пĕлмелле
Хĕллехи ĕçсем
Çурхи ĕçсем
Вăрлăх хатĕрлесси
Вăрлăха тĕрĕслесси
Акма вăхăт çитсен
Кăсăя та пулăшать
Шăши ерсен…
Сырлан ÿстерес тесен…
Пахчаçимĕçе еплерех усрамалла-ши?
Хăяра чĕрĕлле усрасси
Помидора чĕрĕлле усрасси
Помидор тăварланă чух
Хăшпĕр пахчаçимĕçе усрасси
Виктори çырли
Виктори варенийĕ
Чие çырлинчен варени
Крыжовник варенийĕ
Çырла культурисем чирлесен
Сухан лайах ÿстĕр тесен…
Хурт-хăмăр ăстисене асра тытма
Пыла пастеризацилесси
Сывлăха çирĕплетес тесен
Чĕкеç шатри
Çÿç — сирĕн илем
Ура тарласан…
Хĕрарăмсем, сире валли
Пирус туртнин сиенĕ
Кил-çуртра тасалăх, хăтлăх кирлĕ
Вăрăмтунаран сыхланма
Шăна
Уксуспа пĕлсе усă курăр
Кĕве сиенлĕхĕ
Атă-пушмак кивелесрен…
Савăт-сапа тасалтăр тесен
Холодильник таса пултăр
Сарă çу шăршлансан…
Утюгпа якатма пĕлетĕр-и эсир?
Кĕпе-тумтир варалансан
Пурнăç тулăх, кĕрекемĕр пуян пултăр
Тупмалли
Пурнăç тулăх, кĕрекемĕр пуян пултăр
Кăмпа – усăллă çимĕç
Çамрăк пахчаçăн мĕн пĕлмелле
Хурт-хăмăр ăстисене асра тытма
Сывлăха çирĕплетес тесен
Хĕрарăмсем, сире валли
Кил-çуртра тасалăх, хăтлăх кирлĕ
Тăван çĕршыв çакăрпа пуян. Магазинта туяннă кашни буханкăпа перекетлĕ усă курсан, çĕршывăмăр татах та пуянрах пулĕ. Çавна май сире, хаклă вулакансем, хăшпĕр канашсем парас килет.
Çăкăра çемьене кирлĕ чухлĕ кăна илме тăрăшăр. Типсе каясран ăна ятарласа тунă савăтра усрăр. Вăл çук пулсан, çăкăр эмаль савăтра та лайăх упранать.
Ыраш тата тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăра пĕр-пĕринчен уйрăм тытмалла. Мĕншĕн тесен тулăран пĕçерни ыраш çăкăрĕн шăршине хăй çумне çăмăллăнах туртса илет.
Типме тытăннă çăкăртан темĕн тĕрлĕ çимĕç те хатерлеме май пур.
Квас. Çăкăр чĕллисене çÿхен касса кăмакара е духовкăра хĕреличчен тытăр. Ун хыççăн пĕр-пĕр савăта хурăр та унта вĕресе тăракан шыв ярăр. 2—3 сехетрен сивĕнет. Сахăрпа çĕпре кирлĕ. Кăштах пылпа хутăштарнă хрен ярсан, квас тата тутлăрах пулать. Квас валли 2 л шыв, 400 г типĕтнĕ çăкăр, 10 г çĕпре çителĕклĕ.
Запеканка. Кăмакара хĕрелсе типнĕ шурă çăкăра мясорубка витĕр кăларăр та вĕтетнĕ кишĕрпе хутăштарăр. Чĕрĕ çăмартапа услам çу ярса хутăштарнă хыççăн духовкăна е кăмакана çатмапа пиçме лартсă ярăр.
Гарнир. Ашпа çимелли гарнир хатĕрлес тесен, типнĕ çăкăр чĕллисене сĕтпе ислетĕр, ун хыççăн çатма çинче çу ярса ăшалăр.
Кăчăртатакан çăкăр чĕлли. Чĕрĕ çăмартана сĕтпе лăкамалла, типме пуçланă çăкăр челлисене шÿтермелле, вара çатма çинче ăшалас пулать: акă, кăчăртатакан çăкăр чĕлли хетĕр те.
Типсе кайнă çăкăра тиркеме кирлĕ мар. Унран тĕрлĕ майпа хатĕрленĕ çимĕç сирĕн сĕтеле пуянлатĕ.
Апачĕ тутлă пултăр!
Тулли кĕрекешĕн
Ялта пурăнакансенчен чылайăшĕ хăйсен килĕнче выльăх усрать. Кĕркунне, çанталăк сивĕтсен, е Çĕнĕ çул уявĕ валли ял ĕçченĕсем выльăх пусаççĕ. Çĕнĕ çул уявне авалтанпах «çемье уявĕ» тенĕ. Ăна савăнăçлăн кĕтсе илме кашни килтех хатĕрленеççĕ. Сире Çĕнĕ çул сĕтелĕн хăш-пĕр çимĕçĕсемпе паллаштарасшăн.
Тултармăш
Ÿпке-пĕвертен тутлă та паха тултармăш хатĕрлеме пулать. Ăна валли икĕ-виçĕ килограмм пĕçернĕ рис е вир кĕрпи, пилĕк-ултă шăл ыхра, кăвăрч (шăратнă çу юлашки) илсе, вĕттĕн турăр. Çакна юнпа хутăштарăр та пĕçернĕ кĕрпе чăмăрккисем саланиччен пăтратăр.
Юлашкинчен тăварпа хура пăрăç сапăр. Ку вăл фарш пулать. Ăна, çуса тасатнă пыршă ăшне тултарса, кăмакана е духовкăна ăшалама лартăр.
Плитка çинче ăшалас-тăк, тарăнрах çатма кирлĕ. Пур енĕ те лайăх пиçтĕр тесен, тултармăша енчен енне çавăрсах тăмалла.
Кĕрпине пĕçернĕ чух ытлашши вĕретме кирлĕ мар. Вăл тултармăшра та пиçсе çитет.
Тултармăша вĕрилле çиеççĕ. Сивĕнсе çитсен ăна холодильникре те усрама пулать.
Фаршланă хырăмлăх
Ÿпке-пĕвере, чĕрене, пÿрене, сулана, тип пыра вĕтетсе турăр. Мясорубкăпа та авăртма пулать. Унта ыхра, хура
пăрăç, тăвар ярăр. Ку сирĕн фарш пулать. Ана хырăмлăха тултарса пĕçерме лартса ярăр.
Сивĕнсен, пусаркăч айĕнче пилĕк-ултă сехет тытнă хыççăн, çиме те юрать.
Вăкăр пуссан та кăштăркка хырăмлăха çавнашкал фаршлама юрать, анчах ăна пĕçернĕ чух шывне тăварлама манмалла мар.
Çак апата уяв сĕтелĕ валли те хатĕрлеме пулать.
Сысна пуçĕпе урисенчен хатĕрленĕ рулет
Ĕнтнĕ хыççăн çуса тасатнă сысна пуçĕнчи тире сусе илĕр те виçĕ-тăватă пая уйăрăр.
Тасатнă урисемпе пуçне вакласа пĕçерме куршакпа лартăр. Ашĕ шăмминчен уйрăличчен вĕретмелле. Шÿрпи ал çумне çыпăçакан пулсан, текех вĕретме кирлĕ мар. Кăштах сивĕнсен тирĕ таткаланасран асăрханса кăларăр та полиэтилен салфетки çине сарса хурăр. Ашне вĕтĕ турăр. Ăна вĕтетсе туранă ыхрапа хутăштарăр та тирĕ çине сапаласа хурăр. Çиелтен пăрăç сапăр. Ытти ашпа хутăш-тарсан та лайăх.
Юлашкинчен пĕтĕрсе чĕркĕр, полиэтиленпа çыхнă хыççăн пусаркăч айĕнче сивĕтĕр. Тепĕр тăватă сехетрен рулет хатĕр.
Аш юлашкине, шÿрпе хушса, студень тума сивĕ вырăна лартăр. Рулетне те, студеньне те горчицăпа хрен сĕрсе çиме тутлă.
Сысна пуссан, юнне таса тирĕке сăрăхтарăр. Хырăмри çу сийĕсене вистĕр те, ăшчикне кăларсан, малтанлăха сивĕ шыва ярса лартăр. Хырăмлăхпа пыршăсене тасатса çитерсен, тăварлас пулать.
Кавказри пек шашлык
Кавказри пек шашлык, калăпăр, виçĕ порци пĕçерес тесен, çур кило шăмăсăр сурăх ашĕ кирлĕ. Ăна малтан турамăн-турамăн вакламалла. Турамĕсем чăх çăмарти пысăкăш пулччăр. Унта маринад: тăвар, пăрăç, вĕтетнĕ сухан (икĕ-виçĕ пуç), симĕс петрушка сапмалла. Виçĕ кашăк уксус е лимон сĕткенĕпе пăтратмалла та, кантăк е эмаль савăта таччăн хупласа, сивĕ вырăна тăватă-ултă сехетлĕхе лартмалла.
Путек ашĕ пулсан, ун пек тумасан та юрать.
Ăшалас умĕн аш татăкĕсем хушшине сухан çаврашкисем тирмелле, шампурĕ таса пултăр. Унтан çу сĕрмелле, çунакан вут çине ятарласа тунă решетке (мангал) çине хумалла, шампурне час-часах çавăрса тăмалла.
Шашлык пиçсен ăна, пăралукран кăларсан, тирĕксем çине илемлетсе хума та пулать. Илемлетме шăл сухан та, симĕсси те аван, хăяр, лимон юрăхлă. Шашлык çине помидорпа ыхра соусĕ уйрăммăн лартса памалла.
Какай шÿрпи тутлă пултăр тесен, ăна вĕретнĕ чух савăта типĕ сыр чĕлпĕкĕ яраççĕ.
Хуплу
Хуплу пĕçерме ĕне, сысна, сурăх, хур-кăвакал, кăркка какайĕ юрăхлă. Çĕçĕпе вĕтĕ турама та, мясорубка витĕр кăларма та пулать ăна. Çапла тунă аш уйрăмах ватта-вĕтте çиме аван.
Хуплу ăшне хатĕрлеме какайран тытăнмалла. Тураса вĕтетнĕ хыççăн ăна пĕр-пĕр тирĕке тултарăр. Шăл сухан шуратса турăр, çунă вир кĕрпи, кăштах вĕтетнĕ хура пăрăç, тăвар ярăр.
Çĕрулми шуратма чи юлашкинчен тытăнмалла. Туранă хыççăн нумай выртнă çĕрулми хĕрелме пултарать. Какайне, суханне, вир кĕрпине пĕтĕмпех пăтратса лайăх хутăштарăр. Какайра çу сахал чухне услам çу ирĕлтерсе яма та пулать. Чусти хăпарса çитсен, хĕртнĕ çатма çине хуплу çупса хурасси çеç юлать.
Хуплу питне тĕрлĕрен эрешлесе илемлетме май пур: чустаран Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа çырма е чăрăш лăсси евĕрлĕ ÿкерчĕк тума т. ыт. те.
Пичĕ çемçе пултăр тесен, çу сĕрнĕ хыççăн таса пирпе витсе хурсан аван.
Типĕтнĕ панулми кукалĕ
Ăна пĕçерме малтан панулмине сехет хушши вĕри шывра ислетсе хумалла. Мясорубка витĕр кăларнă хыççăн сахăр песокĕпе пăтратса хутăштарăр. Пылак юратакансем песокне ытларах та яма пултараççĕ. Ашĕ хатĕр, чусти йуçсе хăпарсан, кукăль çупса хурассине çеç кĕтмелле сирĕн.
Хуран кукăлĕ
Хуран кукăлĕ пĕçерме тăпăрч, симĕс сухан, чĕр çăмарта кирлĕ. Пĕр килограмм тăпăрч пуçне икĕ-виçĕ çăмарта, алă грамм симĕс сухан çителĕклĕ. Пурте хатĕр пулсан, тăвар янă хыççăн лайăх пăтратăр.
Чусти çĕпрепе хуманни пултăр. Кукăльне çупнă пулсан — тăвар хушнă, вĕресе тăракан шыва ярса пĕçерĕр. Вĕри хуран куклине çупа пуçса çиме лайăх.
Кĕсел
Кĕсел пĕçерме крахмал, шур çырли (клюква), сахăр кирлĕ; калăпăр, шывĕ виçĕ литр, унта стакан сахăр, икĕ-виçĕ апат кашăкĕ крахмал, шур çырлине, тутине кура, ытларах та яма пулать.
Малтанах шур çырли янă шыва кастрюльпе çулăм çине вĕретме лартăр. Хăвăр крахмал хатĕрлеме тытăнăр: çур стакан сивĕ шыв илĕр те, унта виçĕ кашăк крахмал ярса, чăмаккисем пĕтиччен пăтратса хутăштарăр, çăра-тăк, сивĕ шыв татах хушма пулать.
Кастрюльти шыв вĕреме тытăнсанах ăна илсе сăрăхтарăр та каллех вĕретме лартса ярар, унта стаканри хутăша янăçемĕн пăтратсах тăмалла. Пĕр-икĕ минут вĕретни çителĕклĕ.
Квас
Квас хатĕрлеме типме пуçланă хура çăкăра ултă чĕлĕ касса, çатма çине хурса, духовкăра е вĕри кăмакара типсе хĕреличчен тытăр. Кайран, тăватă литр кĕрекен эмаль тирĕке хурса, унта шыв вĕретсе ярăр. Тепĕр çур сехетренех сухари исленсе çитет. Сăрăхтарнă хыççăн ăна вăтăр-вăтăр пилĕк градус таран сивĕнессе кĕтмелле. Унта çирĕм грамм çĕпре, çур стакан песок хушăр. Ана йÿçме тăхăр-вуникĕ сехет хушши вăхăт кирлĕ. Кайран тепĕр хут сăрăхтармалла. Кантăк кĕленчесене ярса лартма пулать кваса. Кашни кĕленче пуçне вуншар иçĕм çырли ярса лартсан, квас татах та тутлăрах пулать.
Салатсем
Купăста салачĕ
Хĕллехи вăхăтра чĕрĕ купăста тупасси йывăрах та мар. Килте тĕпсакайĕнче е нÿхрепре çук пулсан — пахчаçимĕç магазинĕнче те туянма пулать ăна. Купăстаран хатĕрленĕ салат хĕллехи вăхăтра этем организмĕшĕн питех те усăллă. Вăл тĕрлĕрен витаминсемпе пуян.
Тураса вĕтетнĕ купăстана тирĕке тултарăр. Ăна вĕтетнĕ чĕрĕ панулмипе хутăштарăр. Тутă кĕртме кăштах укроп çăвĕ те хушма пулать, тăвар ярса пăтратăр. Хăйма е майонез кирлĕ. Çиеле клюква хурса илемлетме пулать.
Йÿçĕтнĕ купăстаран та салат хатĕрлеме çакнашкалах май пур.
Петрушка салачĕ
Пахча кĕпçинчен (петрушка) салат хатĕрленĕ чух ун тымарĕпе панулмине вĕтĕ турăр та сухан, кăштах уксус е лимон сĕткенĕ, тăвар ярăр, вĕсене тип çупа хутăштармалла. Икçĕр грамм пахча кĕпçи пуçне пĕр панулми, тепĕр пуç сухан кирлĕ.
Пахчаçимĕç салачĕ
Ăна хăтĕрлеме тытăнсан, хĕрлĕ помидор, хăяр, йÿç кăшман турамалла, вара çÿхе туранă шăл суханпа хутăштармалла. Тăвар, пăрăç, укроп, уксус хушмалла та тип çу ямалла. Салат хатĕр те. Икĕ-виçĕ помидор пуçне пĕр хăяр, йÿç кăшман, сухан, пăрăç, кашăк пахча кĕпçи, икĕ кашăк укроп, виçĕ кашăк тип çу, пĕр кашăк соус, икĕ-виçĕ чăмăрла çăмарта кирлĕ.
Хĕрлĕ кăшман салачĕ
Хренпа пĕçернĕ хĕрлĕ кăшмана шултран хырмалла та вĕтĕ туранă шăл сухан, тăвар, уксус, майонезпа хĕрлĕ пăрăç ярса хутăштармалла. Çиелтен симĕс пăрçа тата симĕс ешĕл хурса илемлетмелле. Виçĕ-тăватă хĕрлĕ кăшман (тăватçĕр грамм) пуçне виçĕ шăл сухан, çĕр грамм хрен, çавăн чухлех майонез, вунă грамм сар пăрăç, аллă грамм симĕс пăрçа, çирĕм грамм тип çу, чей кашăкĕ уксус, кăштах пахча кĕпçин ешĕл çулçи кирлĕ.
Çăмарта салачĕ
Пĕçернĕ кишĕрпе симĕс хăяра тăваткаллăн тураса симĕс пăрçа ямалла, майонезпа хутăштармалла. Çиелтен чăмăрла пĕçернĕ çăмарта, хăяр, кайран симĕс ешĕлпе илемлетмелле.
Помидор, хăяр салачĕ
Ăна хатĕрлеме салат хумалли тирĕке малтан ыхрапа сĕрмелле. Помидорпа хăяра вĕтĕ турамалла. Тирĕке черетпе сийĕн-сийĕн хурса — сий помидор, сий хăяр — кашнине çиелтен пуçлă суханăн вĕтĕ турамĕсемпе сапмалла. Ун хыççăн соус ямалла. Соусĕ тип çупа уксусран, пăрăçран, тăварпа хатĕрленĕскер пулмалла.
«Сывлăх» салат
Çак салата хатĕрлеме чĕрĕ кишĕре теркăпа вĕтетмелле, хăярпа панулмине тăрăхла вĕтĕ турамалла та симĕс салат çулçи ямалла. Хăймапа хутăштарса, кăштах лимон сĕткенĕ, сахăр, тăвар хушмалла. Çиелтен эрешлесе каснă помидорпа тата симĕс ешĕлпе илемлетмелле. Икĕ симĕс хăяр пуçне икĕ кишĕр, çавăн чухлех панулми тата помидор, çĕр грамм симĕс салат çулçи, çĕр грамм хăйма, чĕрĕк лимон, пахча кĕпçи, тăвар, кăштах сахăр кирлĕ.
Врачсем сĕннĕ тăрăх, пахчаçимĕçрен хатĕрленĕ тĕрлĕрен салата çулталăк тăршшĕпех тата кашни кунах çиме тăрăшмалла. Вĕсем минераллă тăварсемпе пуян. Апат анма та лайăх пулăшаççĕ. Унсăр пуçне, уяв сĕтелĕсене пуянлатаççĕ, илем кĕртеççĕ.
Хитрелетсе туранă симĕс ÿсентăран, хăярпа хĕрлĕ помидор, редис, пăрăç пур тĕрлĕ салатра та юрăхлă.
Укроппа пахча кĕпçин çамрăк çулçисемпе салатра вĕтетмесĕрех усă кураççĕ. Хăяра тăрăхла, чĕллĕн е варинкке евĕр касса хураççĕ.
Чăмăрла çăмартана, пĕçернĕ кишĕре, хĕрлĕ кăшмана чĕллĕн-чĕллĕн хитрелетсе ваклани салата питех те юрăхлă.
Пĕçерме хатĕрленĕ чуста ытлашши пылак е çуллă чухне час ăшаланса хытать, витĕр пиçсе çитеймест.
Кукăль пиçсе тухсанах, ăна çиелтен çупа сĕреççĕ. Çу çук чухне шывпа йĕпетсен те аван. Çиелтен ăна хулăн çивиттипе хупламалла, вара кукăль çемçе те кăпăшка пулать.
Рис пăтти кĕрпеклĕ пултăр тесен, пĕçернĕ чухне кăштах сĕт е шыв хушса тăмалла.
Типсе кайнă сыра çемçетме ăна ĕне сĕчĕ е турăх ăшĕнче тытмалла.
Çĕрулми тутине лайăхлатма ăна пĕçернĕ чухне савăта кăштах укроп хушмалла.
Алюмини савăтра лăкаса пăтратсан, çăмарта шурри тĕксĕмленме пултарать. Ана тума кантăк е эмаль савăтпа усă курмалла.
Духовкăна пĕçерме лартнă кукăль тĕпĕ çунса хураласран асăрханма пулать: пĕр-пĕр ăшăх та сарлака савăтпа кукăль ывăсĕ айне шыв ярса лартмалла.
Килти торт
Çĕнĕ çул сĕтелне торт илем кÿрет. Торта кулинари магазинĕсенче те сутаççĕ. Çапах та хăвăр алăпа килте хатĕрленĕ торт техĕмлĕрех те пахарах.
Торт пĕçерме услам çу, сахăр, çăнăх, какао, ванилин, тăвар кирлĕ. Çаксене малтан пĕр-пĕр тирĕке хурса вĕтет-мелле. Çăмарта сарри ярăр та чуста пуличчен çăрăр. Унтан чустана çирĕм минутлăха холодильника лартăр. Сивĕнсе çитсен, çăнăх сапнă ывăс çине хурса, йĕтĕрпе кустарса, пилĕк-çичĕ миллиметр хулăнăш çÿхетĕр.
Тăваткал каса-каса çу сĕрнĕ çатма çине хурăр та вĕри кăмакана е духовкăна пĕçерме лартса ярăр. Пичĕ вун-пилĕк минутранах хĕрелет. Ятарлă çатмапа усă курсан аван.
Крем хатĕрлеме тепĕр çатма çинче çăнăха сап-сарă пуличчен çусăрах ăшалăр. Сивĕнсен, ăна çăмарта саррипе хутăштармалла. Вĕретнĕ пылак сĕтпе çăрăр та пилĕк-ултă минут хушши çăраличчен вĕрилентерĕр, унта ванилин, теркăпа хырнă шоколад ярăр.
Крема пиçсе çитнĕ чуста варрине хураççĕ. Тавралла хума пылак хăйма кирлĕ.
Чуста валли çĕр грамм сахăр, çĕр вăтăр грамм услам çу, икçĕр хĕрĕх грамм çăнăх, пĕр çăмарта сарри, аллă грамм какао, 0,1 грамм ванилин кирлĕ.
Крем валли пĕр стакан сĕт, тăватă апат кашăкĕ сахăр, икĕ çăмарта сарри, пĕр чей кашăкĕ çăнăх, 0,1 грамм ванилин, çĕр грамм шоколад кирлĕ.
Улма-çырла кукалĕ
Çуллахи вăхăтра панулмирен е çырларан пĕçернĕ кукăле мĕн çиттĕр!
Чустине тĕрлĕрен хатĕрлеме пулать. Сăмахран, çакăн пек: икĕ стакан ăшăтнă сĕте çĕпре (пĕр чей кашăкĕ) ярса ирĕлтерĕр. Çакăн çумне пĕр чей кашăкĕ тăвар, икçĕр вăтăр грамм сахăр песокĕ, виçĕ çăмарта, çĕр аллă грамм ирĕлтернĕ услам çу хушăр.
Çапла юрса çитерсен, шур эрех (апат кашăкĕ) ярса пăтратăр. Вара пĕр килограмм çăнăх илĕр те чуста çăрăр. Çиелтен алшăллипе витсе, ăшă вырăна лартăр. Тепĕр икĕ сехетрен чуста хăпарса çитет.
Чустана васкавлă хатĕрлеме пулать: чей кашăкĕ çĕпрене çур стакан ăшă сĕтре пăтратса ирĕлтерĕр. Унта икĕ çăмарта, икçĕр грамм услам çу ярăр, çур чей кашăкĕ тăвар, икçĕр аллă грамм сахăр, кăштах ваниль сахăрĕ хушăр. Унтан çăнăхпа çăрăр. Чуста ытлашши хытă ан пултăр тесен, ăна вăхăтлăха тирĕкпе холодильника лартăр. Тепĕр сехетрен чуста хатĕр. Ана ĕнтĕ, йĕтĕрлесе, хĕртнĕ çу сĕрнĕ çатма çине хума та юрать.
Ăшне хатĕрлеме панулмине вĕтĕ турăр. Пылак шывра кăштах вĕретсе илнĕ хыççăн хура хурлăханпа хутăштарсан аван. Пĕр кукăле шултра панулми пиллĕк, пĕр стакан хура хурлăхан çителĕклĕ.
Ăшне урăх çырларан тăвас тетĕр пулсан, пĕрер стакан виктори, хура хурлăхан, хăмла çырли, чие çырли (вăррисĕр), крыжовник, слива (вăррисĕр), кашни стакан сахăр песокĕ пуçне, апат кашăкĕ чухлĕ çăнăх ярса пăтратăр.
Кукăль пичĕ хитре килтĕр тесен, кăмакана лартиччен ăна чĕрĕ çăмартапа сĕреççĕ.
Кăмпа – усăллă çимĕç
Тупмалли
Пурнăç тулăх, кĕрекемĕр пуян пултăр
Кăмпа – усăллă çимĕç
Çамрăк пахчаçăн мĕн пĕлмелле
Хурт-хăмăр ăстисене асра тытма
Сывлăха çирĕплетес тесен
Хĕрарăмсем, сире валли
Кил-çуртра тасалăх, хăтлăх кирлĕ
Кăмпа çутçанталак парнелекен чи хаклă çимĕçсенчен пĕри шутланать. Унта çын орга-низмне усăллă япала нумай.
Сăмахран, шурă кăмпа кишĕртен, купăстаран усăллă, гипĕтни — çăмартаран та тутлăхлăрах, тут тыттаракан япаласемпе икĕ хут пуянрах.
Типĕтнĕ кăмпа шÿрпи аш шÿрпинчен усăллăрах тата шăрши те ырă. Пахчаçимĕçпе танлаштарсан, кăмпасенче белокпа ÿсентăран çăвĕсем нумайрах. Унсăр пуçне, вĕсен-че этеме усăллă фосфор, кали, кальци, пăхăр, цинк, йод, марганец пур. Кăмпара A, B1, D, PP, C витаминсем пур-рине те асăрханă.
Ытларах шлепкеллĕ кăмпасене çиеççĕ. Шлепкинче, тунипе танлаштарсан, çиме усăллă япаласем нумайрах.
Кăмпасене пахалăхĕ тĕлĕшпе тăватă пая уйăраççĕ:
пĕрремĕшне çаксем кĕреççĕ: шур кăмпа, хыр кăмпи, кăрăç;
иккĕмĕшне — ăвăс кăмпи, хурăн кăмпи, масла кăмпи;
виççĕмĕшне — мăк кăмпи, майра кăмпи, сар кăмпа, уплюнкка (тунката кăмпи);
тăваттăмĕшне—яка (майра) кăмпа, хĕрлĕ кăрăç, çул-лахи уплюнкка, ут тути т. ыт. те.
Кăмпа — питех те хăвăрт пăсăлакан çимĕç, çавăнпа та ăна татнă кунах тасатса типтерлемелле.
Кăмпана пĕçереççĕ те, ăшалаççĕ те, ÿлĕм валли те хатĕрлеççĕ.
Яшка пĕçернĕ чухне ытларах шурă, ăвăс, хурăн кăмпи-семпе усă кураççĕ. Ыттисем ăшалама, пăспа пĕçерме, тăварлама, типĕтме, маринадлама юрăхлă.
Тăварлама хыр кăмпи, кăрăçсем (хури те, шурри те), сар кăмпа, çерем кăмпи, хĕрлĕ кăрăç, ут тути юрăхлă.
Маринадлама шур кăмпа, масла кăмпи, хурăн кăмпи, ăвăс кăмпи, уплюнкка аван.
Типĕтме шур кăмпа, сайра хутра хурăн кăмпи, ăвăс кăмпи, масла кăмпи, кăтра кăмпасем чи лайăххисем шут-ланаççĕ.
Типĕтес умĕн вĕсене çÿп-çапран тасатмалла, шывпа çума юрамасть. Кайран утмăл градус чухлĕ вĕри кăмакана е духовкăна хумалла. Шăрăх çанталăкра, çирĕп çип çине шăрçа евĕр тирсе, хĕвел çине çакма та юрать.
Çамрăк кăмпаçа пĕлме
Çамрăк кăмпаçăсен çак йĕркесене яланах çирĕп пăхăнмалла.
- Хăвăр пĕлекен кăмпана кăна пухăр.
- Татса пухнă кăмпасем хушшинче сире иккĕлентерекеннисем пулсан, вĕсене çийĕнчех пăрахăр.
- Хăвăр иккĕленекен чĕрĕ кăмпана тутанса пăхма ан шутлăр.
- Пластинкăллă кăмпасене, уйрăмах яка (майра) кăмпасене, тунипех касма тăрăшăр, тунинче пленкăллă ункă çуккине асăрхăр. Пластинкăллă çимелли кăмпасем хушшинче тунари ункă йĕр çак кăмпасен кăна пулать: уплюнкка, çерем кăмпи, сунчăк кăмпи.
- Çерем кăмпине татнă чухне çакна асăрхăр: ун пластинкăллă йĕрĕ кĕрен е тĕксĕм хăмăр пулмалла (шап-шурри çимелли кăмпа мар).
- Кăмпана ир-ирех татсан аван, мĕншĕн тесен вĕсем çамрăк пирки чĕрĕлле нумайрах упранаççĕ.
- Вăрманта çÿренĕ чух тимлĕ хуçа пулăр. Кăмпана тĕпĕпех ан кăклăр, çĕçĕпе тирпейлĕн касма тăрăшăр.
Ун пек туни кăмпана татах аталанма май парать.
Çакна та ан манăр: пĕр тĕпренех темиçе кăмпа тухать, тĕпĕпех кăклани çав выранта ÿснĕ кăмпана пĕтĕмпех пĕтерсе лартни çеç пулать.
Кăмпа сиенлĕхĕ
Кăмпа сиенлĕхĕ — çимеллипе наркăмăшлисене пăтраштарнинче тата çимеллисене тĕрĕс мар хатĕрленинче.
Наркăмăшлă кăмпасем сахалтарах, вĕлерекен наркăмăшлă кăмпа пĕрре — сарă тĕслĕ тислĕк кăмпи. Вăл ăшчике лексен, тепĕр вунă-вуникĕ сехетренех хырăм ыратма тытăнать, варвитти пуçпанать, пуç ыратать, кĕлеткене сивĕ тар çапать. Этемĕн температура вăтăрултă-вăтăрпилĕк градуса çити чакма пултарать, ал-ура сивĕнет.
Çуркуннехи кăтра кăмпара сулана сиенлекен гельвелл кислоти пур. Çавăнпа та кун йышши кăмпана тăрăшса хатĕрлемелле.
Япăх пĕçернĕ кăмпа лексен, тепĕр пилĕк-ултă сехетрен хырăм ыратма тытăнать, хăсăк килет, пуç ыратать. Варвитти сайра чух кăна тапранать.
Тепĕр чухне, кун иртсен, сарамак чирĕ те пуçланма пултарать.
Кăмпа сиен ан кÿтĕр тесен, яланах çамрăккисене татма тăрăшмалла.
Хатĕрленĕ кăмпана цинклă савăт-сапара ан тытăр — ку сиенлĕ.
Кăмпа çисе чирленĕ çынна вăраха ямасăр врач патне илсе çитермелле.
Врач пыричченхи пĕрремĕш пулăшу — вырăн çине вырттарса, ăшчикри кăмпана тасатса кăларма пулăшасси.
Хырăмпа урасем çине грелка хумалла, ăша ĕçме тăварланă сивĕ шыв (стакан шыва чей кашăкĕ тăвар) памалла.
Чей, кофе, пыл, сĕт пама та юрать.
Эрех ĕçме вуçех юрамасть — ку вара наркăмăша ăшчикре лайăхрах саланма çеç пулăшать.
Кампа типĕтнĕ чух
Татса пухнă кăмпана çав кунах тирпейлеме тăрăшмалла. Нумай выртнă кăмпа хăйĕн тутине çухатать. Вăл хуртланма пултарать. Уйрăмах йĕпе çанталăкра пухни часах çĕрме тытăнать.
Çавна шута илсе, кăмпана çийĕнчех типĕтме хумалла, е тăварлама, е маринадлама тăрăшмалла. Вăхăтра тирпей-лемесен, ăна çакăн пек тума тăрăшмалла: типĕтмеллисене суйласа илĕр те, çÿп-çапран тасатса, хут е фанера çине сарса хурăр, вĕсем пĕр-пĕрне ан перĕнччĕр. Кăмпа типĕтекен пÿлĕмре сулхăн варкăш пулсан аван.
Тăварламаллисене е маринадламаллисене вăхăтлăха тăварлă шыв ярса лартмалла. Вара кăмпа йÿçекĕ шыва тухать, çакă ăна тепĕр талăка яхăн упрама май парать.
Татнă хыççăнах типĕтес тетĕр пулсан, кăмпана çÿп-çапран тасатăр, хуртланнă вырăнсене касса пăрахăр. Çĕççи тутăхманни пултăр. Тутăххипе каснă кăмпа часах хуралма тытăнать. Нумайрах усрас шутпа, кăмпана типĕтеççĕ. Çакă — чи лайăх меслетсенчен пĕри.
Типĕтнĕ кăмпара, тăварланипе тата маринадланипе тан-лаштарсан, тутлăх ытларах упранса юлать. Анчах та кашни çимелли кăмпа типĕтме юрăхлă мар, мĕншĕн тесен хăш-пĕр кăмпасенчи йÿçек типĕтнĕ хыççăн та пĕтмест. Килти условисенче типĕтме юрăхлисем çаксем: шурă кăмпа,
ăвăс кăмпи, хурăн кăмпи, масла кăмпи, кăтра кăмпа, мăк кăмпи, юман кăмпи, çĕвĕ кăмпи, чăмăр кăтра кăмпа, така кăмпи, чие кăмпи, пăлан кăмпи, сар кăмпа т. ыт. те.
Кăмпана хĕвелте, кăмакара, духовкăра, газ плити çинче типĕтеççĕ. Хĕвел питĕнче уяр çанталăкра çеç типĕтме юрать. Кăмакара, духовкăра тата газ плити çинче типĕтни — пуринчен те лайăхраххи.
Кăмпа хăй çумне нÿрĕк туртнине кура, типĕтме хатĕрленĕ кăмпана çумаççĕ.
Кăмакара типĕтме ала çине сарса хураççĕ е тимĕр пралук çине тиреççĕ. Кăмакара утмăл-çитмĕл градус вĕри пултăр. Пысăк температурăра кăмпа пиçме е ăшаланма пултарать, çунса та каять. Температура аллă градусран сахалрах чухне кăмпа пăсăлма пултарать. Типĕтнĕ вăхăтра кăмпасенчен шыв тухать пулсан, шывне типĕтсех тăмалла.
Кăмпа вĕтти те, шултри те пулать. Вĕтти маларах типет, ăна типнĕ май илсех тăмалла. Кăмпана вăхăтлă типĕтмелле, ытлашши типсен, вăл хăй тутлăхне çухатать.
Духовкăра та çавнашкалах типĕтеççĕ, анчах сывлăш кĕме алăкне уçсан лайăхрах. Кăмакара е газ плити çинче типĕтме ятарласа тунă решеткăсемпе усă кураççĕ. Газ плити çинче типĕтнĕ чух çип çине шăрçа евĕр тирсе çакаççĕ.
Типсе çитсен те кăмпа хăй çумне нÿрĕк туртать, ун пек чух çийĕнчех кăвакарма пултарать. Çавăн пек пуласран ăна кантăк е тимĕр савăтра хупласа усрамалла. Пиртен çĕленĕ хутаçра усрама кирлĕ мар.
Кăмпа тăварлакансене пĕлме
Чылай чухне кăмпана йывăç каткара тăварлаççĕ. Вăл çук пулсан, кантăк е эмаль савăт юрăхлă, анчах цинкланă е тăмран тунă савăтпа усă курма юрамасть.
Унччен усă курнă каткара тăварлас тесен, ăна нумайлăха ислетсе лартаççĕ, çĕнĕ юман каткасене — вунă-вуникĕ кунлăхах. Юман тути пĕтĕмпех тухса пĕттĕр тесен, ислетме янă шыва кашни кунах улăштарса тăрсан лайăх. Юлашкинчен каткана каустика соди (вунă литр шыв пуçне аллă грамм) янă вĕресе тăракан шывпа чÿхемелле.
ЧĔРĔЛЛЕ ТАВАРЛАМА çак кăмпасем юрăхлă: кăрăçсем — хури, шурри; хыр кăмпи; хурăнай — шурри, кĕренни; кăвак кăрăç, яка кăмпа. Суйласа тасатнă хыççăн, çыпçăннă çÿп-çап уйрăлтăр тесе, вĕсене темиçе сехетлĕхе шывра тытмалла.
Хăшпĕр йуçек кăмпасене çичĕ-сакăр е вунă кунлăхах шывра тытма юрать (шурă, хура кăрăç, хурăнай, кăвак кăрăç). Çакнашкал тума тулта сивĕ çанталăк чухне кăна юрать. Ăшă вăхăтра кăмпа çĕрме те пултарать.
Çемçе пир татăкĕпе шĕлепкисене пĕрерĕн çуса тасатмалла та тунине çур сантиметр тăршшĕ хăварса касмалла. Кăштах типсен, кăмпасене, шĕлепкине аялалла туса, сийĕн-сийĕн ултă-вунă сантиметр хулăнăш вырнаçтарса хураççĕ. Савăт тĕпне малтан пĕр сий тăвар сапмалла, ун çине — хура хурлăханпа чие çулçи, хрен, укроп чĕлпĕкĕсем. Кашни сийĕнех тăварпа тата тутă кĕртекен çимĕçсемпе (пăрăç, ыхра, лавр çулçи) сапаççĕ.
Пĕр кило кăмпа пуçне хĕрĕх-аллă грамм тăвар илмелле. Вырнаçтарса пĕтерсен, çиелтен каллех хура хурлăхан, чие çулçисем, укроп хураççĕ.
Юлашкинчен, таса марлĕпе чĕркенĕ çаврака йывăç ăвăспа хупласа, ирĕлмен чулпа çиелтен пусăрăнтараççĕ. Пусăрăнтарма кирпĕч е тутăхакан тимĕр юрăхсăр — кăмпа пăсăлма çеç пултарать. Лайăх пусăрăннă каткара сывлăш çийĕнчех тухать, пĕр-икĕ кунтан çиеле шыв илет. Çакăн пек тăварланă кăмпа тепĕр вăтăр-хĕрĕх кунтан çиме юрăхлă.
Пĕçерсе тăварлама йÿçек кăмпасене суйлаççĕ: сĕтлĕ кăрăç, шĕшкĕ кăмпи, хĕрлĕ хăмăр кăрăç, çемçе кăмпа, говорушка, тĕмлĕ кăмпа, эрешмен кăмпи, ут тути, çерем кăмпи, яка кăмпа т. ыт. те.
Çÿп-çапран тасатса шывпа çунă хыççăн кăмпана çирĕм-вăтăр минут хушши тăварланă шывра вĕретмелле. Кайран сивĕ шывра чÿхесе сăрăхтармалла. Пĕр килограмм пĕçернĕ кăмпа пуçне аллă-утмăл грамм тăвар илмелле.
Ырă тутă кĕртекен çимĕçсенчен ыхра, сухан, хрен, укроп яма юрать.
Юлашкинчен пусăрăнтармалла. Çак меслетпех ытти кăмпасене те тăварлама пулать: шурă кăмпа, ăвăс кăмпи, хурăн кăмпи, мăк кăмпа, качака кăмпи, масла кăмпи, юман кăмпи.
Вĕсене вунă-вунпилĕк минут хушши вĕретсен те çителĕклĕ. Тăварлама çÿлерех çырса кăтартнă пек тусан лайăхрах.
Тăварланă кăмпана пилĕк-ултă градуса çити ăшă, нуль градусран сивĕ мар, вырăнта упрама тăрăшмалла (холодильникра, нÿхрепре).
Кăмпа шывĕ пăсăлнине асăрхарăр пулсан, ăна çийĕнчех çĕнĕрен вĕретсе сивĕтнĕ тăварлă шывпа улăштармалла. Литр шыв пуçне апат кашăкĕ чухлĕ тăвар çителĕклĕ.
Кăмпа маринадланă чухне
Маринадлама çак кăмпасем юрăхлă: шурă кăмпа, ăвăс кăмпи, хурăн кăмпи, мăк кăмпа, масла кăмпи, хыр кăмпи, уплюнкка, ут тути, сар кăмпа, çерем кăмпи.
Çамрăк кăмпасен шлепкисем маринадлама пуринчен те аванрах.
Кăмпа шултра пулсан, лайăх пиçтĕр тесе, ăна пĕр пек пайсене касса ваклаççĕ.
Шурă кăмпасемпе ăвăс кăмписен тунисем те маринадлама юрăхлă, анчах вĕсене шлепкисенчен уйрăм савăта маринадласа лартма тăрăшмалла.
Тата çакна асра тытăр: ăвăс кăмпине масла кăмпапа пĕрле маринадламаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем пĕрле чухне хуралма пултараççĕ. Ăвăс кăмпине те, шурă кăмпана та хурăн кăмпипе пĕрле ямалла мар — вĕсем пĕр вăхăтра пиçеймеççĕ (хурăн кăмпи хăвăртрах пиçет).
Малтанах кăмпана çÿп-çапран тасăтăр, шлепкине тунинчен касса уйăрăр. Масла кăмпа шлепкин тирне севĕр. Мăк кăмпана вĕресе тăракан шывра кăштах тытăр та сивĕ шыва ярса чÿхĕр. Ун пек тумасан, маринад тĕксĕмленет.
Ут тутипе çемçе кăмпана малтан шывра ислетнĕ хыççăн кăна вĕретсе тăкмалла. Çапла майпа сирĕн кампа хатĕр, маринад кирлĕ пулать.
Пĕр килограмм кăмпа пуçне стаканăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ — шыв, иккĕ виççĕмĕш пайĕ — уксус (шурă кăмпа валли икĕ хут ытларах илмелле), пĕр кашăк тăвар кирлĕ.
Çакна эмаль савăта ярăр та çулăм çинче вĕреме кĕричченех тытăр. Унтан хатĕрлесе çитернĕ кăмпана ярăр та каллех вĕретме лартăр. Савăтра кăмпаран шыв тухнипе шĕвек хушăнать. Кăмпа вĕреме кĕрсенех çулăма пĕчĕклетĕр.
Савăт тĕпĕ ан çунтăр тесе, кăмпана час-часах пăтратмалла. Çиелти кăпăка вĕренĕçемĕн пуçтарсах тăмалла. Кăпăк тухма чарăнсанах, унта пĕр килограмм кăмпа пуçне çаксене ярăр: пĕр чей кашăкĕ сахăр, пилĕк-ултă хура пăрăç, икĕ тикĕт курăкĕ (гвоздика), икĕ корица, икĕ-виçĕ лавр çулçи, кăмпа тĕсĕ улшăнасран яма çĕçĕ вĕçĕпе лимон кислоти илĕр.
Шурă кăмпана, ăвăс кăмпине, çерем кăмпине вĕреме кĕнĕ хыççăн çирĕм-çирĕм пилĕк минута яхăн пĕçермелле. Сар кăмпапа уплюнккана — çирĕм пилĕк-вăтăр минут.
Пиçсе çитнĕ кăмпа сивĕнсен, маринадпа хутăш кĕленче савăта тултарăр, çиелтен çемçе хупăпа е пергамент хучĕпе хуплăр.
Çакнашкал хатĕрленĕ кăмпана сакăр градус сивĕре çулталака яхăн усрама май пур.
Кăмпа маринадланă хыççăн çирĕм пилĕк-вăтăр кунтан тин çиме юрăхлă. Савăтри кăмпа кăвакарма тытăнать-тĕк, ана нумая ямасăр малтанхи меслетпех çĕнĕрен хатĕрлеме тытăнмалла.
Кĕркунне татса тăварланă кăмпана Çĕнĕ çул сĕтелĕ çине хăна апачĕ туса лартма питĕ юрăхлă. Кăмпана çаврашкан каснă суханпа хутăштарăр та тип çу ярăр. Малтанах суханри йÿçĕк тухтăр тесе, вĕресе тăракан шывра тытса илĕр. Пĕр порци валли — 3 кашăк кăмпа, кашăк çурă сухан ваклăр. Тип çу вырăнне хăйма та килĕшÿллĕ.
Çамрăк пахчаçăн мĕн пĕлмелле
Тупмалли
Пурнăç тулăх, кĕрекемĕр пуян пултăр
Кăмпа – усăллă çимĕç
Çамрăк пахчаçăн мĕн пĕлмелле
Хурт-хăмăр ăстисене асра тытма
Сывлăха çирĕплетес тесен
Хĕрарăмсем, сире валли
Кил-çуртра тасалăх, хăтлăх кирлĕ
Тин кăна пахчара ĕçлеме тытăнаканшăн пĕлмелли чылай. Сă-махран, улма-çырла йывăçĕсемпе ытти пахчаçимĕçе лартиччен малтан тăпра тытăмне тĕпчеме тăрăшмалла. Мĕнпур ÿсентăрансен тухăçлăхĕ, çирĕплĕхĕ, пĕтĕмĕшле аталанăвĕ çĕр пахалăхĕнчен те чылай килет. Тăпра тытăмне лабораторисенче тĕрĕслесе пĕлеççĕ. Вăл çывăхра çук пул-сан, килти меслетпе те усă курма пулать.
Тĕрĕслеме илнĕ тăпрана малтан ывăçра чуста пек пуличчен йĕпетсе çитерĕр. Кайран чамăртаса йăвалăр. Алă çумне çыпçăнмасть пулсан, чăмăртанмасть-тĕк — хăйăрлă та кăпка çĕр. Тăпра пачах чăмăртанмасть, хутăш тăм та пур — хăйăрлă çĕр шутланать. Алăра йăвалăр та ункă туса пăхăр, тăпра кăштах таткалансан, тăмлă-хăйăрлă çĕр. Ункă тунă чух тăпра таткаланмасан — тăмлă çĕр. Хăвăр усă куракан çĕрĕн тытăмне палăртса çитерсен, агрохими вĕрентнипе усă курса, имçамласси çеç юлать.
Кĕркунне ытларах калипе фосфор удобренийĕсемпе усă курма тăрăшмалла. Азотлă удобренисем япăх ирĕлнине пула, аммони сульфачĕсĕр пуçне, хĕл каçа ытти имçам тăпраран йăлтах тухса пĕтет. Çавна шута илсе, нитрофоскăпа, нитрофоспа, нитроаммофоскăпа, карбоаммофоскăпа тата ятарласа улма-çырла валли хатĕрленĕ хутăшсемпе çуркунне усă курма хушаççĕ специалистсем. Фосфорлă минераллă çăнăхсенчен кĕркунне усă курмалли — суперфосфат, кали çăнăхĕсенчен — хлорлă кали. Органика имçамĕсенчен чи аванни, паллах,— тислĕк, торфпа хутăш тислĕк, торфлă компост. Вĕсемпе ытларах усă курма тăрăшмалла.
Çĕнĕ çĕре малтанхи çулсенче 1,5 хут ытларах тислĕк кăлармалла. Кивĕ çĕр, çĕннипе танлаштарсан, пулăхлăрах, унта çĕннинчен тепĕр çавăн чухлĕ тислĕк сахалрах тăкмалла. Пĕр тăваткал метра хĕрĕх-аллă грамм суперфосфат çителĕклĕ, вунă-çирĕм грамм хлорлă кали. Хурлăханпа (хури те, хĕрли те) сырлан (облепиха) тĕмĕсем фосфор
имçамĕсене килĕштереççĕ. Крыжовникпа хăмла çырли — ытларах калиллĕ имçамсене.
Сăмахран, виктори çырлине тĕрлĕрен удобренисемпе апатлантарни сиенлет. Çĕнĕ çĕр çинчи викторие тăваткал метр пуçне çирĕм грамм суперфосфатпа вунă грамм кали çăнăхĕ сапма юрать. Суперфосфат сиен кÿрекен кăпшан-кăсене те (йăплака та сарă хуртсене) пĕтерме пулăшать. Ытлашши сапнă кали çăнăхĕ виктори çырлине çÿллĕ ÿсме çеç пулăшать. Çеçкене кайнă виктори çырла тăваймасть. Çавăнпа та калипе усă курнă чух нормăран ирттерсе усă курасран тимлĕ пулăр.
Кашни крыжовник, сырлан, хăмла çырли тĕмĕ пуçне пилĕк-ултă килограмм тислĕк çителĕклĕ. Ана тума тĕмĕ çывăхĕнче сапаланса выртакан çулçа пуçтарса илнĕ хыççăн тытăнмалла.
Агрохими правилисемпе тĕрĕс усă курни улма-çырла тупăшне ÿстерме чылай пулăшĕ.
Хĕллехи ĕçсем
Сад ĕрчетекенĕн хĕллехи тивĕçĕ — çимĕç йывăççисемпе çырла тĕмĕсене сивĕрен тата кăшлакан чĕрчунсенчен (мулкач, шăши т. ыт. те) сыхласа хăварасси.
Декабрь уйăхĕнче йывăçсемпе çырла тĕмĕсене тĕрĕс-лесе тухмалла.
Улмуççисене стеклоткань текен япалапа (ăна хуçалăх магазинĕсенче сутаççĕ) çыхсан шанчăклă. Ку япала кăшлакан чĕрчунсен тутине тирнĕ пирки вĕсем ун çумне перĕнеймеççĕ.
Ку вăхăтра çанталăк сивĕ тăрать е юр сахал ÿкнĕ пулсан, çырла тĕмĕсем шăнса пĕтме пултараççĕ, çавăнпа та çырла речĕсем хушшине çĕрнĕ тислĕк, торф пилĕк-çичĕ сантиметр хулăнăш сарса витмелле, уйрăмах — викторие.
Садра çырла ÿсекен вырăна хĕл каçах юр ытларах пухма тăрăшмалла. Юр хулăнăшĕ аллă-утмăл сантиметртан кая мар пулмалла. Хулăн юр çырласене сивĕ тивесрен хÿтĕлет, унсăр пуçне, çуркунне çитсен, тăпрара нÿрĕк нумай тытăнса юлать.
Хĕл каçиччен шăшисене пĕтермелли наркăмăшлă апата икĕ-виçĕ хут улăштарăр.
Йывăç вуллисене кĕркунне шуратса хăварма ĕлкĕрмен пулсан, ку ĕçе хĕл вĕçнелле пĕр-пĕр ăшă кун тăвăр.
Хĕлле те, çуркунне çитеспе те ÿсентăрансене мулкачсенчен сыхласа хăварма тăрăшмалла.
Февраль уйахĕ
Нарăс уйăхĕн юлашки кунĕсенче улма-çырла йывăçĕсен «кану» тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Çанталăк пĕрехмай улшăннине пула —пĕрре сивĕтет, тепре ăшăтса пăрахать — улмуççи, груша, слива йывăçĕсем тавралла юр купаласа хăварни усăллă. Уйрăмах ăшă тăнă кунсенче юр купи ирĕлет, тĕп туна çывăхĕнче юр хавшаса юлать. Кăшлакан чĕрчунсем, çакăнпа усă курса, улмуççи патне çул туса хураççĕ – çакна шута илсе, тĕп туна патĕнчи юра вăхăтран-вăхăта таптасах тăмалла.
Улмуççи сивĕпе аманнине тĕрĕслесе пăхма пулать: тураттине касса илĕр те шыва лартăр. Çичĕ-сакăр кун иртсен, йăлтах паллă: турат хĕллехи сивĕпе аманнă-тăк, унăн папки — хуп-хура, аманман туратăн — ешĕл пулать.
Уйăх вĕçнелле улма-çырла йывăçĕсен тунине сăрлама тăрăшмалла. Ăна тума вунă литр шыв пуçне икĕ килограмм акшар (известь), çĕр грамм пăхăр купоросĕ, çавăн чухлех столяр клейĕ кирлĕ.
Çурхи ĕçсем
Март (пуш уйăх)—çуркуннен пирвайхи уйăхĕ. Кунран-кун ĕç нумайлансах пырать пахчаçăн. Йывăç тăррине шăнкăрч, кăсăя йăвисем вырнаçтарса çакма та вăхăт çитет.
Хĕвел хĕртнĕ чухне пахчари е садри юр ирĕлнĕçемĕн пухăннă лупашкасенчи шыва — юхса каясран —тытса хăварма тăрăшмалла. Çуркунне шыв тытăнса тăнă вырăнта çулла та çĕр чылай вăхăт хушши нÿрĕ тăрать. Çĕр тайлăк пулсан, паллах, шыв тытăнса тăраймасть, ăна юхтарса каять. Ун пек чухне шыв юххине кĕркунне чавса хăварнă тĕмеске еннелле уçса ярас пулать. Юр ирĕлнипе пулнă шыв пур пахчашăн та усăллă мар. Хăшпĕр пахчана, вăл айлăмра пулсан, типĕтни лайăхрах. Ун пек чух лупашкасенче тăракан шыва канавсем туса юхтарса яма тăрăшаççĕ.
Пахчаçăн виктори çырли ытлашши нÿрлĕ вырăна килĕштерменнине те шута илмелле.
Унсăр пуçне, мартра кĕркунне юр пусса хуçасран çыхса хăварнă хăмла çырлине, хура тата хĕрлĕ хурлăхана, крыжовника салтса яма вăхăт.
Улмуççи çеçкене ларсан…
Çеçкене ларас умĕн улмуççин чăмăртаннă папакĕсем алла çат-çат çыпçăннине асăрханă-и эсир? Халăхра çакна тепĕр чухне «пыл çуни» тесе те калаççĕ. Çакă вăл — улмуççине сиен кÿрекен туй çĕленĕн (медяницăн) личинкисем. Çурăлма хатĕрленсе çитнĕ папкана сырăнса, ун сĕткенне ĕмсе пурăнаççĕ вĕсем. Çавна пулах папак çеçкене ларасси, кайран улма тĕвĕленесси пăчланса ларать. Туй çĕлен личинкисем çамрăк турат çулçисене те çиеççĕ. Вара улмуççи ÿсме чарăнать, вăйсăрланать.
Çеçке тăкнă хыççăн шăп тепĕр икĕ эрнерен улмуççи тавра çÿхе çурхах çунатлă сарăрах симĕс вĕтĕ шăна (ÿссе çитĕннĕ туй çĕлен) вĕçме тытăнать. Çу каçма вĕсем курăк ăшне вырнаçаççĕ. Август уйăхĕнче каллех улмуççи çине куçаççĕ.
Тепĕр çуркунне папак сăмсаланмалли вырăнта тата турат кăкĕн авăнчăкĕсенче вырăн-вырăнпа сарă пăнчă пуррине асăрхатпăр. Ку вăл — туй çĕлен çăмарта сапнă вырăн.
Тепĕр чухне улмуççипе урăхларах инкек те пулма пултарать: çурăлаймасăрах кĕренленнĕ папкана тутăх тĕс çапать, вăл хăмăрланать. Юлашкинчен папка типсе ларать. Кăшт тĕкĕнсенех хăйпăнса ÿкет, ун вырăнĕнче шурă личинка юлать. Каярахпа çавăнтах куколка, унтан нăрă тухать. Ку — чечек çиекен хурт (цветоед). Нăрă типсе ларнă папкапа, çулçисемпе тăранса пурăнать.
Кĕркунне, хÿтĕ те улах вырăн тупса, нăрă хĕл каçма тĕплĕн пытанать.
Çуркунне çитсен, хăйĕн сăнăллă сăмсипе каллех улмуççи папакĕсене аркатма тытăнать. Суранне сиплеме тăрăшнăн, папка «куççулĕ» кăларать.
Тепĕр çулла чăмăртанма тытăннă папка çумне пĕрер çăмарта хурса тухать нăрă.
Туй çĕлен личинкине çийĕнчех пĕтерме тăрăшмалла. Хлорофос е карбофос сапмалла. Вунă литр шыв пуçне çирĕм-вăтăр грамм çителĕклĕ.
Ку ĕçе улмуççи çеçкене лариччен, папкасем чăмăртаннă вăхăтра, туса ирттерни лайăхрах.
Туй çĕлен хунă вĕтĕ çăмартасене пĕтерме нитрофенпа усă кураççĕ (вунă литр шыв пуçне 250—300 грамм).
Çак ĕçе те çуркунне, папка çурăлма тытăниччен, туса ирттермелле. Сирпĕтнĕ чух улмуççи вулли лайăх йĕпентĕр тесе тăрăшни кирлĕ.
Çуркунне çитсен, нăрăпа çеçке çиекенĕн хĕл каçнă вырăнтан улмуççи çине куçас çулне пÿлме пупать: Улмуççи вуллине аялтан вăхăтлăха улăма хлорофоспа йĕпетсе ăшăкламалла. Улмуççин çеçке вăхăчĕ иртсен, çав улăма çунтарса ямалла.
Нăрăсене çĕре сарнă пленка çине силлесе тăкса çунтарма та май пур. Вĕсене ирхине хĕвел тухиччен силлесе тăкмалла. Кăнтăрла нăрăсем вĕçсе çÿреççĕ.
Июнь-июль уйăхĕсенче улмуççи хушшинче пĕр купа нÿрĕ улăма, кило çурă табак тусанĕ сапса, икĕ сехете яхăн çунтарсан аван. Çак тĕтĕм туй çĕлене пĕтерет. Çакна кÿршĕсемпе пĕр вăхăтра туса ирттермелле. Унсăрăн туй çĕлен, çывăхрах чĕрĕ юлнăскер, каллех улмуççисене сырăнма пултарать.
Çеçке çурнă вăхăтра ÿсентăрансене химикатсемпе сир-пĕтмеççĕ. Ку шăркалантаракан хурт-кăпшанка пĕтерме çеç пултарать. Ку ĕçе папка сарăличчен туса ирттермелле.
Çумăрлă çанталăкра сирпĕтнин те усси сахал. Çумăр ÿсентăран çинчи имçама çуса яма пултарать. Сирпĕтме хĕвеллĕ çанталăк суйласа илмелле.
Типĕтнĕ панулми
Çирĕп тытăннă, сывă панулмисем улмуççи тураттисем çинче мĕн кĕркуннечченех ларма пултараççĕ. Çĕрме пуçлани е хурт тапăнни çĕре тăкăнать. Кăшт çилпех вĕсем пат та пат татăла-татăла ÿкеççĕ. Сая каясран çак улмана типĕтсе хума май пур. Мĕнле ĕçлемелле-ха кунта? Чи малтан кашни улмана çуса тасатмалла, унтан сиенленнĕ вырăнсене тата варрине касса пăрахмалла. Ыттине çаврашкан-çаврашкан çÿхе çеç тураса вакламалла. Çапла тураса хатĕрленĕ хыççăнах типĕтнĕ панулми хура тĕслĕ пулать. Типĕтме тытăниччен, дуршлака хурса, вĕрекен шыва пĕр-икĕ минутлăха чиксе кăларсан, çимĕç хăйĕн малтанхи тĕсне çухатмасть.
Панулмине духовкăра е кăмакара утмăл пилĕк градус температурăра тутăхман ала çине хурса типĕтсен аван.
Шăрăх çанталăкра ăна, çип çине шăрçалантарса тирсе, хĕвел питĕнче типĕтме юрать. Типĕтнĕ панулмине усрама пĕлни кирлĕ.
Ан манăр, вăл хăй ăшне нÿрĕке, ют шăрша-мăрша хăвăрт туртса илет. Çавăнпа ăна кĕленче банкăра хупласа усрама тăрăшмалла.
Йÿçĕтнĕ панулми
Йÿçĕтме юрăхлă сортсем çаксем: Антоновка, Бабушкино, Анис т. ыт. те. Ир пулакан панулми йÿçĕтме юрăхсăр.
Панулмине лайăх вĕрилентернĕ пысăках мар йывăç каткара йÿçĕтме тăрăшмалла. Виçĕ-вунă литр кĕрекен кĕленче банкăсем те аван. Катка е банка тĕпне вĕретнĕ шывра тытнă ыраш е тулă улăмĕ сараççĕ. Улăм çук чухне хура хурлăхан тата чие çулçисемпе усă курма юрать. Çуса тасатнă панулмине тултарма сийĕн-сийĕн улăмпа ылмаштармалла. Тăвар шывне каткана панулмипе тултарса çитерсен тин яраççĕ.
Тăвар шывĕ: вунă литр шыв пуçне виççĕр грамм сахăр песокĕ, çĕр аллă грамм тăвар, ăсла. Ăсла хатĕрлеме çĕр грамм салата вунă литр шывра вĕретĕр. Талăкран ăслана сăрăхтарса тăвар шывĕпе хутăштарăр. Салат çук чух çĕр грамм ыраш çăнăхĕ те усăллă.
Сахăр песокĕн пĕр пайне пылпа ылмаштарсан аванрах (çĕр грамм песок вырăнне çĕр çирĕм грамм пыл).
Панулми çине тăвар шывĕ янă хыççăн ăна сакăр-вунă кун хушши çирĕм икĕ-çирĕм пилĕк градус температурăра ывăспа пусарса йÿçĕтеççĕ. Кăпăк тухма пăрахсан, кĕленче банкăсене тултарса хупласа лартаççĕ. Усрамалли вырăнта сивĕ ултă градусран, ăшă вунпилĕк градусран ытла ан пултăр.
Сухан хуппи
Хĕл каçнă сухана апрель уйăхĕнче тĕрĕслемелле. Пир михĕре усранă-и ăна эсир е кăмака хыçĕнче çыхăра (тепри-тепри кивелнĕ капрон чăлхана та тултарса хурать)-—пур-пĕрех çĕрнисене суйласа пăрахмалла. Мĕншĕн тесен лайăххисем хушшинче çĕрни пулсан, вăл ыттисене те çĕртсе юрăхсăра кăларма пултарать.
Çапах та сухан хуппине пăрахма ан васкăр. Хĕл каçич-чен усранă сухан хуппи çулла хăяра сиен кÿрекен кăпшан-кăсенчен (эрешмен сăвăсĕнчен, курăк пыйтинчен) сирпĕт-мелли имçам хатĕрлеме юрăхлă. Пĕр витре сухан хуппине икĕ витре вĕри (60°—70°) шыва ярса лартмалла. Шывĕ ытлашши вĕри ан пултăр. Икĕ талăк иртсен, ăна сăрăхтарăр та тепĕр икĕ витре шыв хушăр — имçам хатĕр те. Ана нумай вăхăт хушши усрасан усси сахалрах, çавăнпа та унпа çийĕнчех усă курма тăрăшмалла.
Кĕл
Хăшпĕр ялта, пĕр-пĕрне курса, кĕле урамах тухса тăкаççĕ. Кун пек тума юрамасть. Мĕншĕн тесен тăманлă кунсенче, çил хытă çавăрттарнипе, кĕл сывлăша сиен кÿрет. Иртен-çÿрен çăварне те лекет, сывлама кансĕрлет.
Паллах ĕнтĕ, кĕл урамра сая каять, унăн усси — пахчара. Хĕлĕпе пухса пынă кĕле çуркуннечченех тимĕр каткара, типĕ вырăнта усрăр.
Йывăç кĕлĕ — ÿсентăрансемшĕн чи усăллă удобренисенчен пĕри. Вăл калипе пуян. Ăна тăваткал метр çĕр çине ултă-çичĕ килограмм таранах сапса хутăштарма юрать.
Кĕллĕ çĕре уйрăмах кăшман, кишĕр, çарăк тата ытти тымарçимĕç, çавăн пекех çĕрулми, викторипе хăмла çырли, чие йывăççи килĕштереççĕ.
Кĕллĕ вырăнта помидор та иртерех ÿссе çитĕнет. Тĕрлĕ йывăç кĕлĕнчен тутлăхлă минералсемпе чи пуянни — хурăнăн.
Торф брикечĕн кĕлĕнче фосфорпа кали пур. Вĕсенчен те ытларах акшар (известь) нумай. Ку кĕле тăпра çине сапас умĕн минераллă удобренисемпе хутăштармалла.
Çĕркăмрăк кĕлĕнче (шлакра), йывăç тата торф кĕлĕпе танлаштарсан, кали çичĕ хут сахалтарах, акшар — вунă хут. Çапах та ăна урама кăларсă тăкма ан васкăр. Тăмлă çĕре шлакпа хутăштарса та кăпкалатаççĕ. Вăл уйрăмах тăмлă çĕр тытăмне улăштарма аван. Унччен ăна алласа тасатмалла.
Кайран шултрине кăларса пăрахмалла, вĕттипе усă курма юрать. Шлакпа хутăштарнă çĕр çинче пахчаçимĕçе сиен кÿрекен пур кăпшанкă та, тымарпа лĕпĕш хурчĕ те пĕтеççĕ.
Кукшапуç (одуванчик)
Ял урамĕсенче, çырма-çатрара, пахчари çул хĕрринче, вăрман таврашĕнче тата уйра çуркунне чи малтан шăтса тухакан ÿсентăрансенчен пĕри — кукшапуç (одуванчик). Ун çине пăхсан — нимех те мар пек, анчах вăл питех те усăллă курăк иккен.
Кукшапуç чечеке ларас умĕн унăн çамрăк çулçисене пухăр та икĕ сехетлĕхе шыва ярса лартăр (хĕрĕх грамм çулçă пуçне литр шыв кирлĕ).
Çак шыв пахчаçимĕçе, чечексене тата садри ытти ÿсен-тăрана сăвăс, туй çĕлен, улмуççи пыйти ересрен сапма юрăхлă.
Вăрлăх хатĕрлесси
Калăпăр, сирĕн кăçал, килтех, йăран çинче паха йышши хăяр та, помидор та ÿсеççĕ. Çитес çул та эсир çав сортсенех лартас тетĕр, анчах ун йышши вăрлăх ниçта та çук. Тимлĕ пахчаçă хăй хатĕрлеме тăрăшать юрăхлă вăрлăха.
Ăна çинче чи малтан хĕрелсе çитнĕ помидорсенчен чи лайăхраххисене, шултрисене суйлăр. Вĕсем çумне, ыттисем хушшинче çухалса каясран, çип е лента çыхса паллă тăвăр. Ытлашши туратсемпе тĕп тунан тăррине иртсе тăкмалла. Ку хăвăра кирлĕ помидора вăйланма пулăшать. Помидор тĕксĕм пулса хĕрелсе çитрĕ пулсан, татса илĕр. Пиçсе çитме помидора татах пĕр-икĕ эрне вырттармалла. Çакнашкал меслетпе хатĕрленĕ помидорăн вăрри хăвăрт шăтса тухать. Ытлашши нумай выртнă помидорăн вăрри аксан час шăтса тухаймасть.
Икĕ эрне иртнĕ хыççăн, чей кашăкĕн аврипе çурса, пиçсе çитнĕ помидорăн вăррине кăларса илĕр те кантăк банкăна икĕ кунлăха ярса лартăр. Пулĕмри температура çирĕм-çирĕм икĕ градус ăшă пултăр. Çăра хутăш çÿле хăпарса çитсен, вăрра тăрă шывра чÿхесе тасатнă хыççăн хут, фанера е ывăс çине типме сарса хурăр. Пĕр килограмм помидор пуçне виçĕ-тăватă грамм вăрă тухать (е пине яхăн). Вăрă типĕтмелли пÿлĕмре сакăр-вунă градус ăшă кирлĕ. Çакнашкал майпа хатĕрленĕ вăрă пилĕк-çичĕ çул иртсен те акма юрăхлă. Томат хăйне-хăй шăркалантаракан ÿсентăран пулнă пирки, акма вăхăт çитсен, сортпа сорт уйăрса лартни кирлех мар.
Хăяр пирки ун пек калаймăн. Юнашар акнă тĕрлĕрен хăяр сорчĕсем шăркаланнă вăхăтра пăтрашăнса кайма пултараççĕ. Çавăнпа та чылай чухне хăярăн пĕр сортне кăна акаççĕ. Тĕрлĕрен сортсене пĕр-пĕринчен пилĕк метртан çывăха акмалла мар.
Вăрлăх туса илме чи пирвай чăмăртаннă хăяра илеççĕ. Пилĕк-ултă çулçă кăларнă хыççăн тĕп туна тăррине татса пăрахаççĕ. Хăярĕ тĕп турат çинчи тата айккинчи туратсен иккĕмĕшпе виççĕмĕш çулçи тĕлĕнчен тухса чăмăртанни усăллăрах. Вăрлăх валли турат çинче ик-виç хăяр кăна хăварса, ыттисене пурне те иртсе пăрахмалла.
Вăрлăх хăяр ÿссен, ăна саралса çитме татах вăтăр пи-лĕк-хĕрĕх кун хушши ăна çинчех хăварни кирлĕ. Татса илнĕ хыççăн, вăрă пулса çиттĕр тесе, чÿрече умĕнче вунă-вунпилĕк кун хушши тытса усрамалла. Çакăн хыççăн вăрра кăларса илме те юрать. Кантăк банкăра е эмаль тирĕкре пÿлĕмри температурăра виçĕ-тăватă кун хушши усранă
хыççăн вăрра çуса тасатмалла. Хăяр вăррине те помидорăнни пекех типĕтсе хумалла. Пĕр хăяртан тăватă-вунă грамм е виççĕре яхăн вăрă тухать. Тилĕ пÿлĕмре (вун-пилĕк градус ăшă чухне) вăрă сакăр-вунă çула яхăн усранать.
Вăрлăха тĕрĕслесси
Хăшĕ-пĕри вăрлăха нумай çуллăха илсе хурать. Ун пек туни кирлех-ши? Хăяр вăрри, сăмахран, виçĕ-тăватă çул каялла илни те аван шăтса тухать. Пиллĕкмĕш çулхине акнă вăррăн çурри кăна шăтса тухма та пултарать.
Помидор вăррине вара виçĕ çултан ытла усрамалла мар. Кăшман вăрри, ăна лайăх çанталăкра пухнă пулсан, пиллĕкмĕш çулне те юрăхлă пулма пултарать.
Редисăн, суханăн, кишĕрĕн кивелсе кайнă вăррине аксан, тепĕр чухне çимĕçсĕр те юлма пулать. Çавна шута илсе, вăрра акиччен малтан тĕрĕслесе пăхмалла.
Талăк хушши ислетсе лартнă хыççăн вăрра йĕпетнĕ пир татăкĕ çине хурăр. Пир татăкне йĕпетсех тăрсан лайăх. Тепĕр темиçе кун иртсен, тĕрĕслесе пăхăр: çĕр вăрăран çитмĕл кăна шăтнă пулсан — çĕнĕ вăрă акни усăллăрах.
Хăярпа помидор вăррине сăмсаланнă хыççăн виçĕ-тăватă кунлăха холодильника (-2°, -3° сивĕ пултăр) хураççĕ. Çапла майпа вăрă сивве хăнăхать. Акнă хыççăн вăрă пилĕк-ултă кунтанах шăтса тухать. Март уйăхĕн вĕçĕнче помидор вăрри акма вăхăт.
Вăрра ислетсе лартма çакнашкал хутăш шĕвек аван: 5 г суперфосфат, 2,5 г кали тăварĕ, 0,01 г бор кислоти.
Тепĕр тĕрли: пĕр стакан шыв пуçне çирĕм мг марганцовка, вунă мг кÿкĕрт цинкĕ, çирĕм мг бор кислоти, вунă мг пăхăр купоросĕ. Вăрлăха çирĕм сехет хушши çак шĕвекре (18°—20°С) тытаççĕ.
Акма вăхăт çитсен
Хăяр, кавăн, дыня вăрлăхне акас умĕн чи шултрисене суйласа илеççĕ. Вĕсем хушшинче аманнисем е вĕттисем пулсан — çийĕнчех суйласа илсе пăрахăр.
Вăрлăха шыва ярса сортласан татах та аван. Ăна тума сарлака тирĕк илĕр те унта тăватă-пилĕк минутлăха вăрлăх ярса лартăр. Пур. вăрлăха та çакнашкал майла суйласа илмелле. Çиеле тухнисене (вĕсем пушă) кашăкпа илсе
пăрахăр. Тĕпне юлнисем — лайăххисем, вĕсене ала е марлĕ витĕр сăрăхтарăр та хаçат çине типĕтме сарса хурăр. Вĕсем акма юрăхлисем.
Помидор, кишĕр, купăста, редис вăрлăхне суйлама малтан кăштах тăвар янă шыва (тăварĕ виçĕ-пилĕк процент) ярса лартаççĕ. Пушшисем çиеле тухсан, вĕсене илсе пăрахаççĕ те тĕпĕнчи тулли вăрлăха икĕ-виçĕ хутчен тăрă шывра чÿхеççĕ.
Вăрлăх çийĕнчех шăтса тухтăр тесен, ăна кашни акмассерен нÿрĕ пир татăкĕпе чĕркесе хураççĕ.
Кишĕр, сухан, сельдерей вăрлăхне шывра пĕр-икĕ кун хушши те тытма юрать. Çав вăхăтра шыва икĕ-виçĕ хутчен улăштармалла.
Чи лайăх меслетсенчен пĕри вăл, вăрлăха шывра тытса, унта сывлăш ярасси. Çавна тума савăт тĕпне шланг çирĕп-летни çеç кирлĕ. Аквариумпа та усă курма пулать.
Арбузпа пăрăç вăрлăхне сывлăш пыракан савăтра икшер талăк таранах тытаççĕ. Шпинат вăрлăхне—икĕ талăк.
Çирĕм сехет — помидора, хăяра, салата, редиса. Сакăр сехет хушши — пăрçана.
Акма тытăниччен пур вăрлăха та кăштах типĕтсе илмелле.
Хатĕрлесе çитернĕ чухне ăна чир-чĕр лекесрен сых-ласси çинчен те ан манăр; çавăнпа чи малтанах вăрлăха вĕрилентермелле (хĕвел çинче). Унсăр пуçне, марганцовка шĕвекĕнче тытма пулать. Хăшпĕр вăрлăха вĕри шывра тытсан та аван: пăрçа вăрлăхне малтан тăватă сехет хушши çирĕм-вăтăр градус чухлĕ шывра тытаççĕ, кайран пилĕк минут хушши шыв температурине аллă градуса çитиччен ÿстермелле. Ун хыççăн пÿлĕмре ларнă шыва ярса сивĕтмелле, кăштах типшĕнтермелле те — çийĕнчех акма юрать.
Тепĕр чухне марганцовкăн пĕр процентлă растворĕнче (стакан шыв пуçне икĕ грамм марганцовка) вунпилĕк-çирĕм минут хушши тытмалла — çавăн хыççăнах шывра чÿхемелле.
Вăрлăх хатĕрлемелли йĕрке çакнашкал: сортламалла, ислентермелле, хăшпĕр вăрлăха сăмсалантармалла, чир-чĕр ересрен сыхланмалли меслетсемпе усă курмалла, сывлăш ямалла, юлашкинчен акмалла.
Çĕрулмине лартас умĕн калчалантарсан лайăхрах. Ăна çирĕм-вăтăр кун хушши çутăра тытса усрамалла. Лартнă çĕрулми, симĕс çеçкелли, çирĕп сăмсаланать. Ун пек çĕр-улми иртерех пулса çитет.
Касăя та пулăшать
Кăсăя пахчари, уй-хирти сиен кÿрекен хурт-кăпшанка пĕтерме чылай пулăшать. Февральте ăна тăранса пурăнмалли çимĕçсем пачах пĕтеççĕ, юр айне пулаççĕ. Туратсем çинчи хурт-кăпшанкă та пăрпа хупланать. Выçса çитнĕ кăсăян апат шырама тытăнмалла. Çак вăхăтра ăна этемрен пулăшу кирлĕ.
Апатланма хăмаран çапса читлĕх туса пани — питех те ырă ĕç. Читлĕхе çын иртсе çÿрекен вырăна çакса парсан лайăхрах. Кăсăя тăранса пурăнакан апат çакă: вĕрене, хурăн, куршанак, кантăр, сирень, кавăн, арбуз вăррисем, çавнашкалах пилеш, сĕлĕ, шурă çăкăр тĕпренчĕкĕ.
Хăшпĕр кайăксем — çирĕктăрри, шăкăлчи, уйăп — çум-курăк вăррисемпе тăранса пурăнаççĕ. Хĕллехи вăхăтра вĕсене пулăшма кăшкарути, мăян, вĕлтрен, хупах вĕтетсе пама юрать. Ку ĕçе тума ачасене хушмалла. Кайăксене выçса вилесрен çапла пулăшни ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçре питех те пысăк витĕм кÿрет.
Шăши ерсен…
Хĕл вĕçленсе пынă тапхăрта выçăпа аптăранă уй шă-шийĕсем çуртсем таврашнелле йышлăн куçнине асăрхатăн. Çырма-çатрари, çул айккинчи, юр айĕнчи курăка чĕпĕтсе пĕтерсен, шăши, çимелли шыраса, хăй вырăнне улăштарать.
Улăм купи айне вырнаçсан, шăши хĕл каçа та кунтан тапранмасть. Апат çителĕклĕ ун валли: тырă пĕрчисемпе тăранса пурăнать, улăм тĕпретет.
Улмуççи çывăхне йăва тусан, шăши ăна ытлашшипех сиен кÿме пултарать. Улмуççисенчен чи малтан çамрăк-кисене кăшласа амантать шăши.
Епле хăтăлмалла-ха шăшисенчен? Кушак усрани çите-лĕксĕр. Ытти чĕрчунсем те шăши тытаççĕ: тăмана, чĕрĕп, пăсара, каюра. Юс (горностай) шăши тытма пуринчен ăста. Кушака унпа танлаштараймăн. Юс çурт таврашне вырнаçрĕ пулсан, шăши пĕтесси паллă. Ку чĕрчуна пахча-çимĕçпе усрамалла. Кишĕр — юсăн юратнă апачĕ. Шăши-сене пĕтерме имçампа та усă кураççĕ. Хуçалăх магазинĕнче зоокумарин туянăр та пилĕк-ултă грамм пуçне çĕршер грамм çăнăх е кĕрпе илĕр. Ана лайăх хутăштарса шăши сырăннă вырăна хурса парăр. Анчах ку имçам килти чĕр-чунсене, ача-пăчана сиенлесрен питех те асăрханса пурăн-
малла. Шăшисене хăратмалли меслет те пур: нÿхреп сакайне армути е пĕтнăк (мята) курăкĕ хумалла.
Сырлан ÿстерес тесен…
Сырлан (облепиха) тăмлă вырăна килĕштермест. Ана хăйăрлă, торфлă, çĕрнĕ пăчкă кĕрпиллĕ, тĕрлĕрен органика удобренийĕсемпе хутăштарнă çĕр юрăхлă. Сырлан ытларах хĕвеллĕ вырăна юратать. Вăл 10 м таран та ÿсме пултарать. Çырли пăрçа пысăкăш пулса çитсен, тĕсĕ сарă е сарăрах хĕрлĕ пулать. Ун чух варени, желе е ытти çимĕç тума юрăхлă. Сырланăн 2-7 см тăршшĕ тирекен вĕтĕ туратсем пур. Çулçи тăсланкă, тĕсĕ — хăмăртарах е сарăпа витнĕ кĕмĕл тĕслĕ.
Çырла пултăр тесен, сырланăн амапа аçа тĕмĕсене юнашар лартаççĕ. Вĕсен хушши 2,5-3 м пулмалла. Икĕ-тăватă ама тĕмĕ пуçне пĕр аçа тĕм çителĕклĕ.
Амипе аçине уйăрма кĕркунне е çуркунне сырлан тĕми виçĕ-тăватă çула çитсен тин пулать.
Ама тĕмĕри папкасем икĕ-виçĕ хупăллă. Аçа тĕмĕн папкисем шултрарах, хуппи нумайрах, вĕсем кедр е хыр мăкăлĕ евĕрлĕ.
Сырлан тымарĕ çиелте аталанать. Çавна шуте илсе, унти çĕре чавма юрамасть. Ана 5 см тарăнăшĕнчен ыт-лашши кăпкалатмалла мар, кĕреплепе е культиваторпа кăпкалатмалла, час-часах шăварса тăмалла.
Тепĕр чухне, май уйăхĕн вĕçнелле, ăна сырлан пыйти те ерме пултарать. Вĕсем çулçăн аял енне вырнаçаççĕ те ÿсентăран сĕткенне ĕмме тытăнаççĕ.
Сырлан пыйтине пĕтерме ăна хуçалăх супăнĕ ирĕлтернĕ сивĕ шывпа сапма тăрăшмалла. Табак кĕлĕпе сапни те усăллă, ыхра шывĕ те аван пулăшать (200—300 г ыхра — 10 л шыв çине). Кукшапуç шывĕ те аван.
Сырланра этеме усăллă витаминсем пур: C, P, K1, B, B1, B2. Унсăр пуçне, каротин нумай тата сайра тĕл пулакан витамин E пур.
Сырлан нерв системине лăплантарма пулăшать, пĕвере те усăллă, юн пусăмне йĕркене кĕртет. Юн тымарĕ чирĕсенчен тата атеросклерозран сыватать.
Сырлан çăвĕ час тÿрленмен сурана, сăмса шăтăкне сĕрме усăллă.
Сырлан çисен, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмăн сĕт аван анать. Унпа косметикăра та, медицинăра та анлăн усă кураççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, вăл питех те усăллă çимĕç.
Пахчаçимĕçе еплерех усрамалла-ши?
Ял ĕçченĕн пахчаçимĕçе хĕл каçмалăх усрамашкĕн условисем пур. Чылайашĕн — нÿхреп, тĕпсакай, тăпрас.
Хашĕ-пĕри, ÿркенменни, хупнă банкăсене лартса усрама хăмаран ятарласа çÿлĕк тăвать. Хĕрлĕ, йÿç кăшмана, кишĕре, çарăка, типсе ан кайтăр тесе, тăпрас çинчех усраççĕ. Çиелтен хăйăрпа хупласа хурсан та лайăх упранаççĕ вĕсем.
Уйрăмах тулта çанталăк ăшă тăнă вăхăтра нÿхрепре сивĕ тытма пăр пулăшать. Стена çумне е икĕ стена кĕтессине, вунпилĕк сантиметр хушă хăварса, йывăçран пăр хумалли шăтăклă решеткесем туса çирĕплетме май пур. Пăр ирĕлме тытăнсан — пÿлĕм сивĕнсе каять. Аяла шыв пухăнмалли ещĕк лартма та манмалла мар. Пăр катăкĕсене шултра тăварпа хутшăнтарсан — нÿхрепри сивĕ нумая пырать. Тăварĕ пăрăн çирĕм-вăтăр проценчĕ чухлĕ пултăр.
Пахчаçимĕçе, вăл ытлăн-çитлĕн пулнă çулсенче, ятар-ласа чавнă траншейăсемпе буртсенче хĕл каçараççĕ. Вĕсене чавма çурт-йĕр таврашĕнчен аякра, уçă та сăртлă вырăна суйласа илеççĕ. Çакнашкал тÿпемлĕ вырăнти тран-шейăсене шыв кĕмест.
Тымар çимĕçе шăтăка тултариччен тĕпне типĕ улăм сараççĕ. Бурт варрине çĕр тĕпĕнченех виçĕ-тавата хăмаран вентиляци валли пăрăх лартса хăвараççĕ. Ун тăррине улăм чиксе хурсан аван. Çапла тусан, тымарçимĕç çĕр типич-ченех лайăх сыхланать.
Хаяра чĕрĕлле усрасси
Хăяра хĕлле валли чĕрĕлле усрама та май пур.
Çуса типĕтнĕ кĕленче савăт тĕпне вĕтĕ туранă ыхра тултармалла. Çичĕ-сакăр шăл çителĕклĕ. Картона, шăтăклă-шăтăклă туса, банка тĕпне вырнаçмалла виçепе çаврашкан касса илмелле те шăратнă парафина чиксе кăлармалла. Картон çинчи парафин сивĕнсен, савăт тĕпĕнчи ыхра çине майĕпен хумалла. Çапла тусан картон шăтăкĕсенчен ыхра шăрши тухса тăрать. Çакăн пек туни хăяра ытларах усрама май парать.
Чи лайăх хăярсене суйласа илсе çуса тасатăр та типĕтĕр, унтан банкăна тултарăр.
Юлашкинчен ăна сывлăш кĕмелле мар хупласа лартăр.
Хăяра та, помидор пекех, сивĕ вырăнта усрамалла. Калăпăр, холодильникра (аялта), тĕпсакайĕнче, нÿхрепре.
Помидора чĕрĕлле усрасси
Кĕркунне пиçсе çитнĕ помидора хĕл кунĕсенче чĕрĕлле усрама пулать. Ăна тума çак меслетпе усă курăр.
Хĕрелсе çитнĕ çирĕп помидорсене çуса типĕтнĕ хыççăн таса кĕленче савăта тултарăр. Ыттисене — çемçереххисене, вĕтетсе-авăртса (мясорубкăпа е тукмакпа), тăварпа хутăштарăр. Тутанса пăхăр: кăштах тăварлă туни поми-дора ытларах усрама май парать.
Çак хутăша, виçĕ литр кĕрекен савăта, вунă таблетка аспирин ватса ямалла. Ăна каллех хутăштармалла та савăтри помидор çине ямалла.
Помидорсем хушшине пушă вырăн ан хăварăр.
Юлашкинчен савăта сывлăш кĕмелле мар хупласа хурăр. Ăна сивĕрех çĕрте усрамалла: холодильникра (аялта), тĕпсакайĕнче е нÿхрепре.
Хăярпа помидора усрама эмаль тирĕкпе сивĕ вырăна лартăр.
Симĕс помидорсене ещĕкре, пилĕк-ултă рет купаласа, 0,5—1 градус ăшă пулĕмре усрăр. Пиçсе çитме темиçе кун маларах пулĕме илсе кĕмелле. Тĕттĕм вырăнта, пăчкă кĕрпи тултарнă ещĕкре помидор час хĕрелет.
Укроппа пахча кĕпçине (петрушка) татнă хыççăнах темиçе кун хушши шăрăхра та ешĕл усрама май пур. Вĕсене эмаль кастрюле хурса тачă хупмалла. Анчах укропĕ те, пахча кĕпçи те, кастрюлĕ те типĕ пултăр. Тинтерех татнă пахчаçимĕçе нумайрах усрас тесен, сивĕ шывпа йĕпетнĕ алшăллипе чĕркесе хумалла.
Помидор тăварланă чух
Кĕркунне хĕлле çимешкĕн кантăк савăтра тăварласа лартнă помидор тепĕр чухне ик-виç уйăхранах çемçелсе каять. Унăн вара тути пĕтет, вăл çиме юрăхсăр. Тĕрĕс тăварлас тесен, çакна пĕлмелле.
Помидора консервланă чух яланах стерилизацилемелле. Ун пек туни этеме сиен курекен микроорганизмсене пĕтерме пулăшать. Стерилизацилемен кĕленче савăтри помидор нумай вăхăт хушши лараймасть, йуçет, хупăлчи те уçăлса каять, çемçелет, çиме юрăхсăра тухать.
Стерилизацилеме çулăм çине пĕр-пĕр пысăк тирĕкпе шыв вĕретме лартăр. Çав тирĕке помидор тултарнă банка лартмалла. Çавăнпа та тирĕкри шыв (банка лартнă хыççăн)
банка анинчен пĕр-ик сантиметр аялта пултăр. Шала тирĕкри шыв лекмелле мар.
Банкăна ямашкăн тирĕкпе тăварлă шыв — сироп (пĕр литр шыв пуçне икĕ кашăк çурă тăвар — апат кашăкĕ) вĕретме лартса ярăр.
Банка хупăлчине, çуса тасатнă хыççăн, тепĕр тирĕкпе вĕретме лартса ярăр.
Стерилизацилемелли шыв тата сироп вĕреме тытăниччен эсир хĕрелсе çитнĕ помидорсене суйласа илĕр те ăшă шывра çуса тасатăр, типме пĕр-пĕр тирĕк çине хурăр. Помидор вĕтĕрех пулсан — лайăхрах, ăна тăвар та витерет.
Банка çума чей соди янă шыв кирлĕ, сода çук пулсан, тăварлă шыв та юрать.
Помидорпа хутăш банкăна тутă кĕртекен тĕрлĕ ÿсентăрансем ямалла. Калăпăр, укропăн икĕ-виçĕ тунин çамрăк çулçине. Ватăрах тунинче ырă шăршă ытларах. Хрен тымарне (ик-виç ыхра тĕмĕ чухлĕ) вĕтĕ тураса ямалла. Вăл çемçелсе кайма памасть. Ыхра виç-тăват шăл: хура пăрăç пулсан — çичĕ-сакăр пăрçа. Хĕрли пулсан та аван. Ăна кашăк аври вĕçĕпе ямалла. Тата ик-виç лавр çулçи хурăр. Вăл та ырă шăршă парать.
Вĕресе тăракан тăварлă шыва — сиропа — помидор тултарнă савăта ерипен, çĕмĕрĕлесрен асăрханса, хĕррипе шай ярăр. Пĕр минут иртсен, çак савăта пысăк тирĕкри вĕресе тăракан шыв çине лартăр. Ăна тепĕр вунпилĕк-çирĕм минут хушши вĕретнĕ хыççăн хупăлчапа сывлăш кĕмелле мар питĕрсе лартăр.
Çапла хатĕрленĕ кĕленче банкăри помидор сирпĕнмест, çиме те тутлă. Ăна пÿлĕмри температурăра та лартса усрама пулать.
Пĕçернĕ е консервланă чух пахчаçимĕçе шултра турани тутлăхлă япаласене лайăхрах сыхласа хăварма пулăшать.
Хăшпĕр пахчаçимĕçе усрасси
Уйрăмах çĕрулмине хулари хваттерсенче усрама йывăр-тарах. Пÿлĕмре ăшă пулнă май вăл хăвăртах шăтса кайма пултарать. Ăна тĕрĕслесех тăмалла. Ан шăттăр тесен, çĕрулмине шăтăклă ещĕксенче тĕттĕм вырăна çиелтен хупласа лартса усрама пулать. Çутăра тытнă çĕрулми 2—3 кунтан симĕсленсе каять, ăна йÿçĕ тутă çапать. Çакă вăл сывлăхшăн сиенлĕ.
Укропа, симĕс сухана, салата, редиса, кашкарутине татнă хыççăн нумай тытса тăма кирлĕ мар. Икĕ-виçĕ кун хушши сивĕ шывпа йĕпетсе усранă хыççăн, чĕркесе, сулхăн пÿлĕме хумалла.
Панулмине (Антоновка, Славянка, Шафран) ещĕке ретĕн-ретĕн майласа ураççĕ. Ретсем хушшине виçшер-тăватшар таса хут листи хумалла. Панулми усракан пÿлĕмре ăшă пилĕк-ултă градусран ытла пулмалла мар.
Хĕлле усă курма хатĕрленĕ томата кĕленче савăт-сапара усрас тетĕр эсир, анчах та пăкă е хуппи тупай-мастăр, ун пек чухне çак меслетпе усă курăр: кĕленче ани çине икĕ хут марлĕ касса хурăр та (ăна малтан утюгпа якатмалла), шалалла пусса, пысăках мар путăк тăвар, унтан кĕленче анине çиппе çыхăр. Марлĕ томата перĕн-мелле мар. Çав путăка пĕтĕмпех тăвар хурăр. Вĕри томат пăсĕпе тăвар нÿрелсе хытать те тул енчен сывлăш кĕми пулать. Çакнашкал хупланă томата пÿлĕмре те усрама пулать. Кĕленчене уçнă чух пăккине йĕпетмелле, вара марлĕ те çăмăллăнах илĕнет.
Виктори çырли
Кĕркунне лартнă виктори иккĕмĕш çулне тин çырла пама тытăнать, çулла лартни — тепĕр çулне. Çырла лартмалли çĕр лаптăкне ытлашши çÿллĕ вырăнта суйласа илме кирлĕ мар, çурçĕр е кăнтăр енчи тайлăмра çырла лайăх пулать тата ун валли вĕтĕ тĕмĕсен хÿтти питех те аван.
Хурăн çырли тĕрлĕ тăпра çинче те ÿсме пултарать, анчах хăйăрлă-тăмлă, кăштах кислоталлă тăпрана питĕ килĕштерет.
Çĕр ытлашши йÿçек пулсан, доломит çăнăхĕпе усă курмалла. Хурăн е виктори çырли малтан хура çырла тата кавăн ÿстернĕ вырăнсене килĕштерет, ытларах пăрçа, сухан, ыхра, нимĕç пăрçи пулнă вырăнсене юратать.
Хурăн е çĕр çырлине çуркунне лартас тетĕр пулсан, çĕре кĕркуннех хатĕрлесе хăвармалла, кĕркунне лартма — уйăх малтан. Лартиччен тăваткал метр пуçне виçĕ-тăватă килограмм çĕрнĕ тислĕк, çирĕм грамм хлорлă кали, хĕрĕх-утмăл грамм суперфосфат сапмалла. Тÿрем вырăна хурăн çырлине йăрансăрах лартма юрать.
Çĕрĕ тайлăкрах пулсан, йăрансене урлă тусан аван.
Лартнă чух çакна та асра тытăр — хăш сортăн хăш
вăхăтра çырла пулма пуçланине кура уйрăммăн лартмалла.
Ирхине е каçхине ăмăр çанталăкра лартнă çырла лайăх чĕрĕлет. Вăрăм тымарсене, çичĕ сантиметра çити кĕскетсе, çĕр ăшне майлаштарса хумалла.
Калчан варринчи папакĕ лартакан çĕрпе пĕр шайра юлтăр.
Лартнă çырлана тĕрĕслес тесен, çулçăран кăшт туртса пăхмалла, тухмасть пулсан — лайăх лартна.
Тин çеç лартнă çырлана асăрханса шăварни кирлĕ.
Çырла калчисене сентябрĕн 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр лартма тăрăшмалла. Тымар ярса çирĕпленсе ĕлкĕреймен çырла хĕле кĕрсен шăннипе пĕтме пултарать.
Виктори варенийĕ
Виктори çырлинчен варени пĕçермешкĕн вĕтĕрех çырла суйласа илсен лайăхрах. Варени пĕçермелли çырлана вĕри сироппа (ирĕлтернĕ сахăр) тăватă-пилĕк сехетлĕхе ярса лартаççĕ. Кунсăр пуçне, çырлана сахăр песокĕпе икĕ-виçĕ сехетлĕхе хутăштарса лартсан та аван. Килограмм виктори пуçне 1,5-1,7 кг сахăр, 1,5 стакан шыв кирлĕ. Сахăр ытлашши пулсан та пăсмасть. Пиçнĕ варени çырла тĕслех юлать, ырă шăрши пĕтмест.
Пĕçерме лартнă çырла вĕреме кĕнĕ хыççăн ăна вунă-вунпилĕк минут хушши сивĕтмелле. Икĕ-виçĕ хут сивĕте-сивĕте пĕçернĕ çырла лапчăнмасть. Пиçес умĕн килограмм çырла пуçне пĕр грамм лимон кислоти хушма юрать.
Çĕр çырлинчен, хурăн çырлинчен варени пĕçернĕ чухне те çак майсемпех усă кураççĕ.
Голиаф, Лакстон, Неаполитанская, Коронация хура хурлăхан сорчĕсем варени пĕçерме пуринчен лайăх. Çак сортсем шултра, пылак пулаççĕ. Килограмм хура хурлăхан пуçне кило çурă сахăр, икĕ стакан шыв кирлĕ. Хура хурлăхан йуçĕ пулсан, сахăрне ытларах илмелле — 1,75 кг. Вĕреме кĕнĕ массăна виçĕ-тăватă хутчен виçĕ-пилĕк минут хушши сивĕтни усăллă. Çапла тусан, çырла пĕркеленмест. Вĕренĕ чух хăпаракан кăпăка пуçтарсах тăрăр.
Чие çырлинчен варени
Чиерен варени пĕçерме Шубинка, Владимирская, Ан-дольская, Побельская, Юбилейная, Мичурин сорчĕсем аван. Ку сортсенчен пĕçернĕ варени, çырли хамар пулна май, яланах тексĕм, тутла та ыра шаршалла пулать. Шу-ранка чие çырлинчен пĕçерни — шупка. Чие çырлинчен варение вăррине кăлармасăр та пĕçереççĕ, теприсем вăррисене тасатаççĕ. Вăррипе пĕçернĕ варени техĕмлĕрех. Малтанах çырлана, сахăр виттĕр тесе, йĕппе шăтараççĕ. Килограмм çырла пуçне 1,4—1,5 кг сахăр, икĕ стакан шыв илмелле. Çырлана вĕри сиропра (90°С) виçĕ-тăватă сехет тытнă хыççăн пĕçермелле. Вăрринчен тасатнă чие çырлин вĕреме кĕнĕ çырлине пилĕк-сакăр минутшар икĕ-виçĕ хут
сивĕтсе илнĕ хыççан тин çулăм çинче пĕçерме тытăнмалла.
Крыжовник варенийĕ
Килограмм крыжовник пуçне янă кило çурă сахăра икĕ стакан шывра ирĕлтермелле. Малтанлăха тахăрçĕр грамм сироп хатĕрлемелле. Çуса тасатнă крыжовника вĕри си-ропра тăватă-пилĕк сехет тытăр. Тепре лартсан, вĕреме кĕнĕ хыççăн, пилĕк-çичĕ минутлăха сивĕтме лартса ярăр. Ытти ултçĕр грамм сахăра, чĕрĕк стакан шывра ирĕлтерсе, иккĕмĕш хут вĕретес умĕн хушăр. Вара пиçсе çитичченех вăйсăр çулăм çинче вĕретме юрать. Çакнашкал пĕçерсен крыжовник çуркаланать пулсан, тепрехинче пĕçернĕ чух виçĕ-тăватă хутченех вĕреме кĕртсе сивĕтĕр. Пиçес умĕн кăштах ваниль е ванилин хушсан, варени ырă шăршăллă пулать.
Çырла культурисем чирлесен
Кăмăска çĕрĕк чире ытларах викторин çак сорчĕсем: Заря, Зенга-Зенгана, Фестивальная парăнаççĕ. Сайра хутра хăмла çырли, хурлăхан (хури те, хĕрли те). Крыжовникпа слива тата чие çырли те чирлеме пултараççĕ. Чир ерсен, викторин çамрăк çулçисене хăмăр пăнчă, хăмла çырлипе хурлăханăн çамрăк тураттисене (аялтан, тымар тĕлĕнчен) хăмăр ункă карса илет.
Йĕпе çанталăкра вăл тусан тĕслĕ кăмăскапа витĕнет, ку вара — шăпах микробсем пухăннă вырăн.
Çакна ытларах çитĕнсе çитнĕ çырла çеçкисемпе турат-тисем çинче курма пулать.
Викторин усме тытăннă симĕс çырли, чире пула, пиçсе çитичченех çĕрсе каять. Хурлăханпа хамла çырлин турат-тисем те шанма, хăрма пултараççĕ. Çумăрлă тата çиллĕ çанталăкра чир ытти сывă çеçкесем çине хăвăрт куçать.
Çуркунне çитсен, мăлтанхи çулхи çулçăсене иртсе, çун-тарса ямалла. Юлашкинчен тĕмĕсене пĕр процентлă бордос шĕвекĕпе сирпĕтмелле. Кунсăр пуçне, çырласене фитофтороз çĕрĕкĕ те сырса илме пултарать. Вара çырла, пулса çитес умĕн, хăмăрланса типсе ларать. Çакна хирĕç кĕрешес тесен, çырлана пухса пĕтерсен сайралатмалла, ку çырлана сывалма, хĕвел çути ытларах илсе тăма пулăшать.
Типĕ çулçăсемпе çĕрĕк çырласене пухса илмелле те çунтарса ямалла. Ку чире çĕнтерме те пер процентлă бордос шĕвекĕпе сирпĕтни пулăшать. Лартмашкăн яланах çĕрмен сортсене суйласа илме тăрăшмалла:
Талисман, Гардсмен, Пенелопа, Рапор, Диана. Виктори çĕрнинчен усă курма ятарласа кăларнă «Нитрофенпа» та кĕркунне усă курма пулать (çырлана пуçтарса пĕтерсен, кивĕ çулçа иртнĕ хыççăн).
Панулми çерни те (люнилиоз) чылай сиен курет. Çимĕç çинчи хăмăр пăнчă сарăлсах пырать, панулми çĕрсе çитет, татăлса ÿкет. Паллах ĕнтĕ, ун пек панулми çиме юрăхсăр. Панулми пухиччен çирĕм кун маларах улмуççине пĕр процентлă бордос шĕвекĕпе сирпĕтме тăрăшăр, 0,4 процентлă поликарбацион та юрахла.
Сухан лайах ÿстĕр тесен…
Шултра сухана нумайăшĕ вăрăран ÿстереççĕ. Ăна пулăхлă та çумсăр çĕр çине май килнĕ таран иртерех акма тăрăшмалла.
Пĕр-икĕ сантиметр тарăнăшне, нÿрĕ вырăна, пĕр тă-ваткал метра (вĕттине) икĕ-виçĕ грамм аксан çителĕклĕ.
Акса пĕтерсен, кăпкалатма çиелтен торфпа сапсан лайăхрах. Ик-виç эрне иртсен, сухан вăрри сăмсаланать. Вăрăпа вăрă хушшине, пилĕк-ултă сантиметр хăварса, сайралатма юрать.
Çумсем тухнă-тухманах, çумăр хыççăн е шăварсан, çумласа тăрсан аван.
Вăрă акнă йăрана час-час шăварма кирлĕ мар. Сезонра мĕн пурĕ те вунă-вуникĕ хут кăна шăварас пулать. Уйрăмах çакна та асра тытăр: сухана, ÿссе çитнĕ вăхăталла, икĕ-виçĕ эрне хушши вуçех шăварма юрамасть.
Сухан — çĕр пахалăхĕ тĕлĕшĕнчен питĕ çирĕп ыйтакан çимĕç. Вăл кăпка та пулăхлă çĕре юратать.
Çĕр пулăхлă пулсан, сухан шултра ÿссе çитĕнет. Çавна шута илсе, сухан лартмалли вырăна кĕркуннех çĕрсе çитнĕ тислĕк, компост е минераллă удобренисем хывмалла.
Çуркуннехи вăхăтра çĕрсе çитмен тислĕкпе, азотлă удобренисемпе (селитра, аммони сульфачĕ) апатлантар-малла мар. Вĕсем сухана ÿсме чараççĕ.
Август уйăхĕн çурринче ир лартнă сухан ÿсме чарă-нать те, суханăн çулçи, сарăхса, çĕр çине ÿкет. Пулса çитсен, ăна çу вĕçнелле типĕ çанталăкра кăлараççĕ. Типĕт-мешкĕн хĕвеллĕ вырăна сарса хумалла. Çанталăк çумăрлă пулсан, пĕр-пĕр пÿлĕме, варкăшлă вырăна, çакса хума пулать.
9ссе çитеймен сухан нумай усранаймасть. Ана чир-чĕр ерет, вăл çĕрме тытăнать. Çавăнпа та суханăн симĕс çулçине йăлтах касма юрамасть, хăй типессе кĕтмелле.
Сухан ÿснĕ вăхăтра ăна чир — çăнăхлă сывлăм — ерме пултарать. Вара сухан çулçи тĕллĕн-тĕллĕн шурă пăнчăллă пулать. Çулçă вăхăтсăр сарăхма тытăнать, юлашкинчен типсе ларать. Çак чире пĕтерме сухана пĕр процентлă бордос шĕвекĕпе сирпĕтмелле. Унсăр пуçне, сухан речĕ-сен хушшине табак тусанĕ, кĕл е известь сапаççĕ (тăваткал метра пилĕк-вунă грамм).
Хурт-хăмăр ăстисене асра тытма
Тупмалли
Пурнăç тулăх, кĕрекемĕр пуян пултăр
Кăмпа – усăллă çимĕç
Çамрăк пахчаçăн мĕн пĕлмелле
Хурт-хăмăр ăстисене асра тытма
Сывлăха çирĕплетес тесен
Хĕрарăмсем, сире валли
Кил-çуртра тасалăх, хăтлăх кирлĕ
Пыл хурчĕсем çеçкене ларнă йываç-куракран çителĕклĕ таран апат илсе тăраççĕ. Çур-куннерен пуçласа кĕркунне-чченех кашни ÿсентăран тĕрлĕ вăхăтра, пĕрин хыççăн тепри, çеçкене ларса пыни хуртсемшĕн çав тери усăллă: пĕрисем çуркунне, теприсем çулла, ыттисем кĕркунне çимĕç кÿреççĕ вĕсене.
Малтан шĕшкĕ çеçке çурать. Ун хыççăн — вĕрене. Хурт-хăмăршăн чи усăллисем — сарă тата шурă акаци, хăмла çырли, çăка, улăхри чечек, хĕлхен т. ыт. те.
Акаци икĕ эрне хушши çеçкере ларать. Çак тапхăрта вăйлă хурт çемйи акацирен тата хĕлхенрен икшер пăт таран пыл пухма пултарать иккен.
Хамăр республикăра çăка, вăтамран илсен, июлĕн çирĕммĕшĕсенче çуралма тытăнать те, çанталăк мĕнлине кура, çичĕ-çирĕм виçĕ куна пырать. Çирĕм икĕ-çирĕм тăватă градус ăшă тăнă вăхăтра çăка нектар вăйлă кăларать. Ун пек чухне кунне кашни вĕллере пыл виçĕ килограмран пуçласа вуниккĕ таран хушăнма пултарать.
Акса ÿстерекеннисем çаксем: клевер (шурри те, хĕрли те пулать), илепер курăкĕ, хуратул, хĕвелçаврăнăш, лю-церна т. ыт. те. Вĕсем çеçкене ларнă вăхăтра хуртсем пыл чылай пухаççĕ.
Шур курăкĕ, утмăлтурат, чей курăкĕ, кăвакал туни, пултăран та — пыл хурчĕсене юрăхлă курăксем.
Пыл хурчĕсем пĕр вăхăтрах тĕрлĕрен курăк çинчен нектар пухма пултараççĕ — ку чечек пылĕ. Çакнашкал пыл техĕмлĕрех. Тĕсĕ те, шăрши те унăн аванрах.
Хурт-хăмăр ăстин çеçке çурас вăхăт йĕркине лайăх пĕлсе тăмалла. Шĕшкĕ хăçан çурăлнине кура, çăка е пĕр-пĕр йывăç хăш вăхăтра çеçкене ларасса, калăпăр, вĕсен хушши икĕ уйăх çурă пулсан, çăмăллăнах шутласа кăларма пулать. Çакна пĕлни хурт-хăмăр ăстине утарти хурт йышне вăхăтра вăйлатма пулăшать — ку вара пыл тухăçлăхне чы-лай ÿстерет.
Хуртсене сиен кÿрекен наркăмăшлă ÿсентăран — чĕп куç курăкĕ (лютик). Ун нектарне илсен, хуртсем вилсе пĕтеççĕ. Пыл хурчĕсем сиенлĕ ÿсентăрансем çине ан ларччăр тесен, ятарласа пыл курăкĕсем акса ÿстермелле. Чĕп куç курăкĕ май уйăхĕн вĕçĕнче, июнĕн пуçламăш кунĕсенче, çеçкене ларать, çурăласси унăн вунтăватă кун хушши пырать. Çак курăк çывăхра пур пулсан, вăл çеçке çурнă вăхăтра хуртсене сахăр шерпечĕпе тăрантарма тăрăшмалла.
Çулçă пылĕ те хуртсемшĕн сиенлĕ. Вĕллере çулçă пылĕ пулсан, хуртсем хĕллехи вăхăтра, çăва тухичченех, вилсе пĕтеççĕ. Ун пек пуласран çулçă пылĕ вырăнне каллех сахăр шерпечĕ пани усăллă.
Пыла пастеризацилесси
Хĕлĕпе ларнă пыл вăхăт иртнĕçемĕн хытать. Ана ирĕлтерсе шĕветме май пур. Анчах та хытă вĕрилентернĕ пылăн тути чылай чакать. Ытлашши ан хыттăр тесен, пыла пастеризацилемелле.
Ана тума кĕркунне пыл ярса лартнă кĕленче банкăсене шыв тултарнă савăта ăшăтма лартăр. Кĕленчери пыл ерипен ăшăнтăр, савăтри шыв вĕреме кĕтĕр. 15 минутран сирĕн пыл ирĕлчĕ те. Унтан кĕленче банкăсене сывлăш кĕмелле мар хупса лартмалла çеç.
Сывлăха çирĕплетес тесен
Тупмалли
Пурнăç тулăх, кĕрекемĕр пуян пултăр
Кăмпа – усăллă çимĕç
Çамрăк пахчаçăн мĕн пĕлмелле
Хурт-хăмăр ăстисене асра тытма
Сывлăха çирĕплетес тесен
Хĕрарăмсем, сире валли
Кил-çуртра тасалăх, хăтлăх кирлĕ
Çуллахи кунсене пиртен кашниех кĕтет. Пĕри, калăпăр, сад пахчинче, колхоз уй-хирĕнче ĕçлет. Тепри, тен, çуллахи вăхăтра канма каять. Шыв хĕрринче, хĕвел питĕнче е урамра уçăлса çÿреме нумайăшĕ кăмăллать. Пурин те хĕвелĕн ультрафиолетовăй пайăркисем лекнипе ÿт пиçсе тĕксĕмленет. Паллă ĕнтĕ, хĕвел питĕнче çÿрекенсен çан-çурăмĕ вăйлăрах пиçет, сулхăнра — сахалрах. Пĕлтĕр хĕвелпе пиçсе хурални иртнĕ ĕнтĕ. Ÿт-пÿ шуранка. Çавăнпа та хĕвел çине хăвăртрах тухас килет пирĕн.
Хăшпĕр çынран çапла каланине илтме пулать: хĕвелпе пиçсе хурални çынна ватă сăн кĕртет, ÿт-тире типĕтсе ярать, пĕркелентерет. Çакă тĕрĕсех мар. Хĕвелпе пиçсе тĕксĕмленнĕ сăн-питлĕ çын пирки «вăл сывлăхлă та илĕртÿллĕ» тесе калас килет.
Усăллă-ши хĕвелпе пиçни? Тĕрĕс пиçсен — усăллă, çапла шантарать медицина. Анчах пиçмелли йĕрке пур. Çакна кашниех пăхăнмалла.
Уйрăмах пĕрремĕш хут пиçнĕ чухне тимлĕ пулма сĕнеççĕ врачсем. Сисместĕн те тепĕр чух, хĕвел çинче нумай та çÿремен, ÿт вара хĕп-хĕрлех пиçме ĕлкĕрнĕ.
Ытлашши хĕрелнĕ вырăнти ÿт пĕçертсе ыратать, канăçсăрлантарать. Темиçе кунтан кĕçĕттерет, кайран вистенме тытăнать. Ан манăр: çакă пĕтĕмпех хĕвелпе хĕртĕнмелли йĕркене пĕлменрен е пăхăнманран килет. Хăвăрт пиçекен вырăнсем çаксем: пит, хулпуççи, кăкăр, хырăм, пĕçĕ. Хĕ-велпе хĕртĕннĕ чух утса çÿрени лайăхрах, усăллăрах.
Асра тытăр:
Пĕрремĕш хут пиçнĕ чух хĕвел питтинче 5—10 минут çÿрени çителĕклĕ. Малашне вара çав вăхăта вуншар минут ÿстерсе пырăр.
Хĕвел хытă хĕртнĕ кунсенче ультрафиолетовăй пайăр-касем сулхăнра та çителĕклĕ таранах усă кÿреççĕ.
Хĕвел ытлашши пĕçертнинчен сыхланмашкăн сарлака шĕлепкепе, сунчăкпа усă курмалла. Пиçес умĕн пите сĕр-мелли кремсем: «Луч», «Щит», «Весна», «Мелан», «Ахромин», «Весенний».
Хĕртĕнес умĕн пите çума кирлĕ мар. Уйрăмах супăньпе çума сĕнместпĕр. Супăнь питри çу сийне тасатнине пула, ăна хĕвел пайăрки ытларах лекет.
Пите тип çупа сĕрни те усăллă. Паллах, ытлашши çуланса тăмаллах сĕрме кирлĕ мар, хĕрлĕ пăнчă юлма пултарать.
Хĕвелпе пиçнĕ хыççăн сĕрмелли шĕвек—«Огуречный», çавăн пекех «Идеал» тата «Бархатный» кремсем.
Пит ытлашши пиçрĕ пулсан, çумасăрах кремпа сĕрĕр.
Хăшпĕр арçынсем хĕвелпе пиçнĕ хыççăнах пите одеколонпа сăтăрса йĕпетме васкаççĕ. Астăвăр: кун пек тусан, пите пигмент пăнчисем тухма пултараççĕ.
Хĕвелпе пиçмелли вăхăт—ирхине. Вунпĕртен пуçласа вунпилĕк сехетчен хĕвел пайăркисен усси ирхинехинчен чылай сахалтарах.
Пит-куç хĕвелпе лайăх пиçсе хуралтăр тесен, пулăçăн пулла каяс умĕн яланах сухал хырма тăрăшмалла.
Чĕкеç шатри
Çуркунне, ÿт сисĕмлĕ пулнипе, ун çине куçа курăнман ультрафиолетовăй пайăркасем лекеççĕ те, хăшпĕр çынсен пите чĕкеç шатри тухать. Çакăншăн хытă пăшăрханма кирлĕ мар: пĕрремĕшĕнчен, вĕсене пĕтерме пулать, иккĕ-мĕшĕнчен, чĕкеç шатри пите хăйне май илем кÿрет.
Тĕксĕм, йышлă чĕкеç шатри тухнă пулсан, «Мелан», «Ахромин», «Молочай», «Весна» кремсемпе усă курса, пите шуратма пулать. Ана çывăрас умĕн кашни кун вăтăр-хĕрĕх минутлăха сĕрмелле. Кайран çемçе хутпа е ватăпа тасатмалла.
Пурĕ вăтăр-хĕрĕх хутчен сĕрни чĕкеç шатрине пĕтерме пулăшать.
Шуратмалли крема куç çывăхне сĕрме юрамасть, мĕн-шĕн тесен чĕкеç шатрисĕр вырăна сĕрни пигмент (тепĕр тĕс) хăварма пултарать.
Чĕкеç шатрине пĕтермелли тĕрлĕрен улма-çырла, пах-чаçимĕç çаксем: хăяр, кишĕр, çĕр çырли, хурăн çырли, хурлăхан (хĕрли, хури), панулми, помидор, симĕс пăрçа, турăх, пыл, çăмарта (сарри те, шурри те), апельсин, лимон, çĕрулми, хрен т. ыт. те пулăшаççĕ.
ХАЯР СĔТКЕНĔ пĕркеленчĕк тата палăракан пĕчĕк-пĕчĕк шăтăк нумай пите сĕрме аван. Унпа усă курнă хыççăн пит яка пулать, çуталать, ăна таса сăн çапать.
Хăярăн хуппи те пите сĕрме усăллă. Унпа чылай чух чĕрĕ çăмарта шурри хутăштарса усă кураççĕ.
КИШĔР СĔТКЕННЕ çуллă, шатраллă (угри) пите сĕрме хатĕрлеççĕ. Сĕткене кăштах талькпа (порошок) хутăш-тармалла.
ПАНУЛМИПЕ КИШĔР СĔТКЕНĔН хутăшĕ пĕркеленчĕк пите якатать, çамрăк сăн парать.
Пит тĕксĕм те çуллă пулсан, ПОМИДОР СĔТКЕНĔПЕ сĕреççĕ. Марлĕ татăкне сĕткенпе йĕпетсе пит çине хурсан лайăх.
СИМĔС ПĂРÇА СĔТКЕНĔПЕ çуллă, ялтăртатса тăракан пите сĕреççĕ. Сĕткене кăштах хăйма ярса хутăштарма юрать. Ку пите кăштах тĕксĕмлетет.
КИЛТИ ТУРĂХ пите сĕрсен уçăлтарать. Ана сĕрес умĕн кăштах талькпа хутăштарма юрать.
ХУРЛĂХАН (хĕрли, хури) СĔТКЕНĔПЕ çуллă пите сĕрме усă кураççĕ. Сĕткене кăштах крахмал ярса хутăштарма юрать. ’
ПЫЛПА ÇĂМАРТА САРРИН ХУТĂШĔ пите якатма, çутă сăн кĕртме хăвăрт пулăшать.
АПЕЛЬСИН Е ЛИМОН СĔТКЕНĔ, тăпăрчпа хутăштарнă хыççăн, пите сĕрме юрăхлă. Типĕ ÿтлĕ пите малтан тип çупа сăтăрсан аван.
ÇĔРУЛМИ СĔТКЕНĔ ĕшенчĕк сăн çапнине тата питри пĕркеленчĕке пĕтерме пулăшать. Ана тума сĕт ярса пĕçернĕ çĕрулмин сĕткенĕ кирлĕ.
ЛИМОН СĔТКЕНĔПЕ УКСУС пĕрер кашăк илĕр те икшер чей кашăкĕ вĕретнĕ шыва ярса лартăр. Пит тирĕ типĕ чухне çав хутăша глицеринпа хутăштарăр.
ПЕТРУШКА СĔТКЕНĔ те пите шуратма аван пулăшать. Унăн вĕтетсе туранă ешĕл çулçине вĕри шыва ярса лартăр. Сивĕнсен, унпа пите кунне пĕр-икĕ хутчен сĕрме юрать.
Çÿлерех кăтартнă сĕткенпе пите сĕрнĕ хыççăн çирĕм-вăтăр минут иртсен тасатса илмелле, унтан «Восторг», «Атласный», «Янтарь», «Люкс» кремсемпе сĕрме юрать.
Сĕткенсемпе икĕ-виçĕ уйăх хушши сĕрсе пурăнсан, питри чĕкеç шатри пĕтет.
Вĕсем, чĕкеç шатрисĕр пуçне, хăмăр пăнчăсене те (пигмента) пĕтерме юрăхлă.
Хăмăр пăнчă (пигмент) çакнашкал сăлтавсенчен пулнине палăртнă врачсем: çие юлнă хĕрарăмăн, пĕверпе е вар-хырампа чирлекенĕн, организмра «С» витамин çителĕксĕр чухне, ăш-чикре шĕвĕрĕлчен пур чухне. Çавăнпа пите тасатма тытăниччен малтан терапевт патĕнче пулни, питри улшăнăвăн сăлтавне тупни кирлĕ.
Пит хуралма тытăнсан, çине-çине сĕрни те ытлашши. Ана пула пит тирĕ типме тата вăхăтсăр тĕссĕрленме пултарать.
Çÿç — сирĕн илем
Хулăн та кăпăшка çÿç такама та килĕшÿллĕ. Вăрăм, хулăн тата йăлтăркка çивĕт хĕрарăмсене илем кÿрет.
Пуç кукшаланма тытăнни çынна çав тери пăшăрхан-тарать.
Хулăн çÿç пуçа хĕвел хĕртнинчен, сивĕрен, тусанран, çилрен упрама тата ăшă тытма пулăшать.
Пуç лĕкĕллĕ, тусанлă е çуллă пулсан, ăна эрнере пĕрререн кая мар çумалла. Кунта шампунь те, пит супăнĕ те юрăхлă. Кĕпе çумалли супăнь шыва сĕлтĕлентерет. Унпа çунă çÿç суранланма пултарать, вĕçĕ çурăлать.
Çирĕп çÿç хулăн тирти тар парĕсем кăларакан çу тухнипе йăлтăркка. Типĕ е çуллă пуласси çу мĕн чухлĕ тухнинчен чылай килет.
Юн çитменнипе аптракан çынсен тата сахал витаминлă апат-çимĕçпе пурăнакансен çÿçĕ типĕ пулнине асăрханă
врачсем. Унсăр пуçне, çуç типĕ пуласси пуçа çине-çинех çуса тăнинчен те килет иккен.
Çÿçре çу виçеллĕ чухне те, пуçа эрнере пĕрре çеç çума юрать, типпине вара«—уйăхра виççĕ.
Çÿçе çума луринчен ытла шампунь лайăх, мĕншĕн тесен ăна усăллă хутăшсенчен хатĕрлеççĕ. Сăмахран, «Московский» шампуньре ланолин пур, «Арбатра»—кастор çăвĕ, «Янтарьте»—витамин концентрачĕ т. ыт. те. «Саборин» шампуне ятарласа лĕкĕ пĕтерме хатĕрленĕ.
Шампуньпе çунă хыççăн тепĕр чух çÿç «электричествăланса» юлать. Ун пеккинчен те асăрханма май пур, «Московский», «Гольф» кремсем сĕрмелле. Крем çук пулсан, çÿçе уксуспа та (литр шыв пуçне пĕр чей кашăкĕ) чÿхеме юрать. Уксуспа чÿхени лĕкĕленесрен те усăллă тата çÿç йăлтăртатакан пулать.
Çÿçе яланах çемçе шывпа çума тăрăшмалла. Хытă шыва çемçетме чей соди (тирĕк пуçне пĕр-икĕ кашăк) ямалла.
Çуллă çÿç çине тусан хăвăрт ларнипе çÿç пĕрчисем пĕр-пĕрин çумне çыпçăнса пайăркаланаççĕ. Ана горчицăллă (тирĕке икĕ-виçĕ кашăк) шывпа çуса тасатма тăрăшмалла. Е çĕр грамм хура çăкăр хыттине вăхăтлăха вĕри шывпа ислетсе лартмалла. Сивĕнсе çитсен, çÿçе йĕпет-мелле, çирĕм-вăтăр минутлăха полиэтилен тутăрĕ çыхса çÿремелле. Ăшă шывпа чÿхенĕ хыççăн вăрăм çÿçе малтан çемçе алшăллипе, кайран — усса ярса типĕтме пулать.
Çÿçе çунă чух супăньпе тĕрĕс усă курма пĕлни кирлĕ: пуçа сĕрсе çумалла мар, кун пек тусан çÿç хуçăлма пултарать.
Типĕ çÿçе çумалли супăньсем çакçем: «Ланолиновое», «Детское», «Спермацетовое», «Русский лес», «Космети-ческое», «Любимое».
Кремсем çаксем: «Особый», «Паприн», «Прима»
т. ыт. те. Кремсенче пуç тирне усăллă витаминсем, кÿкĕрт пур. Кремсем те пуçри лĕкке пĕтерме пулăшаççĕ. Вĕсемпе икĕ хутчен, çывăрас умĕн, сĕрме тăрăшмалла.
Чĕрĕ çăмарта сарри темĕнле супăньрен те паха. Унта тĕрлĕрен витаминсем, лицетин пур. Çăмарта сарри пуç тирне çемçетет, çÿçе аван ÿсме пулăшать.
Малтан çăмарта саррине ăшă шывра пăтратăр, унтан пуç тирне тăрăшса сăтăрăр. Виçĕ-пилĕк минутран çÿçе çав шĕвекпе хутăштарнă шывра чÿхесе тасатăр (пĕр литр шыв пуçне — чей кашăкĕ шĕвек).
Кирĕке пĕтерме пуçа уйăхра пĕр хут та пулин сульсен супăнĕпе çумалла.
Çÿçе хăвăрт тата çăра ÿсме пулăшакан хатĕр — куршанак çăвĕ (репейное). Унпа, икĕ эрнере пĕрре те пулин, çăвас умĕн пĕр-икĕ сехетлĕхе пуçа сĕрни аван.
Çуллă çÿçе çумалли дектяр супăнĕ, ятарласа кăларнă шампуньсем пур. Вĕсемпе çунă хыççăн анчăк курăкĕн (ромашка), юман хуппин шĕвекĕсемпе, çăра чейпе чÿхе-мелле.
Çÿç тăкăнма тытăнсан, пуçа массаж тума пулать. Çавăн чухне ятарласа кăларнă щеткăсемпе усă курмалла, енчен енне пилĕк-вунă минут хушши тураса якатмалла.
Пуç тирне сĕрме кефир та, килти турăх та аван. Вун-пилĕк-çирĕм минут иртсен, ăна чÿхесе тасатма пулать.
Çуллă çÿçлĕ çыннăн тăварлă, йÿçĕ апат-çимĕç çиессинчен пăрăнмалла, çăнăхран пĕçернисене çиме нормăна пăхăнмалла.
Çÿç тăкăнасран ятарласа кăларнă эмелсем çук, анчах çÿçе тăкăнма пулăшакан чир сахал мар. Вĕсене вăхăтра сиплесен, çÿçе таса тытсан, вăхăтра тата виçеллĕ çисен — çÿçе упрама пулать.
Çÿç тăкăнасси хĕрарăмсен те, арçынсенни пекех, пул-калать. Çакă тĕрлĕрен сăлтавсенчен пуçланнине палăр-таççĕ врачсем: хытă ĕшенсен, психика пăсăлсан, организм-ра витамин çителĕксĕр пулсан, шăнсан, хулăн тумтир тăхăнса çÿресен — çÿç час тăкăнма пултарать.
Тăвăр шлепкепе е шăрăх чух хĕвел питĕнче пуçа хупла-масăр çÿрени те пуç тирĕшĕн сиенлĕ.
Нумай тăкăнакан çÿçе косметолог-врача кăтартма тă-рăшăр.
Çÿç хуçăласран, ăна çăвас умĕн яланах тураса якатмал-ла. Ашă шывпа йĕпетнĕ çÿçе кăна шампуньпе çума тытăн-малла, анчах та шампунь пĕр вырăна çеç лекесрен асăр-ханăр. Кашнинчех пĕрер хут çуни çителĕклĕ.
Ура тарласан…
Чылай çыннăн тăтăшах ура тарлать. Ун пек чухне ăшăтнă шыва ик-виç тĕпренчĕк марганец, виç-тăват кашăк юман хуппи шывĕ, пилĕк-ултă шĕшкĕ çулçи ярса лартмалла. Çирĕм-çирĕм пилĕк минут лартнă хыççăн тăрăл-тарнă шыв ура çума юрăхлă. Урана çунă хыççăн пÿрне хушшисене лайăх шăлса типĕтмелле, унсăрăн ÿт пиçсе сĕвĕнет.
Ура тирĕ пиçĕхсе хĕрелчĕ пулсан, çакнашкал хатĕрленĕ рецептпа усă курма пулать: чей кашăкĕ чухлĕ бор кислотине
виçĕ апат кашăкĕ талькпа (çăнăх пекки) хутăштарăр. Бор кислоти вырăнне силицил кислотипе усă курма та юрать.
Тепĕр чух уротропинпа (тăват-пилĕк кун хушши) пудрă-ламалла, формалинăн пĕр процентлă шĕвекĕпе те (ÿт çуркаланмасть пулсан) эрнере пĕрре сĕрмелле. Урана «Финиш» лосьонпа сĕрсен те çав тери усăллă. Вăл çук чухне пĕр-пĕр одеколона кăштах уксус тумлатмалла.
Ура тарласан, чăлхана кашни кун улăштарса тăхăнăр. Çунă чăлхана утюглама тăрăшмалла. Пушмакăн шал енне гальманин çăнăхĕ сапса тăхăнсан аван. Резина атă, лак пушмак, капрон чăлха тарлакан урана пушшех сиенлĕ.
Çулла тăхăнмалли уçă туфлипе (босоножкипе) çÿрекенсен ура кĕлинчи ÿт-тирĕ час-часах хулăнланса, хытса ларать. Кун пек чухне шыва супăньлесе вĕрилентерĕр те унта ик-виç чей кашăкĕ сода ярăр. Ура кĕли çак шывра часах çемçелет.
Щеткăпа е пемзăпа сăтăрнă хыççăн ура кĕлине вазелинпа сĕрĕр. Çак процедура та ура кĕлине çемçетме пулăшĕ.
Ура хăпарса хăмпăлансан та, маларах асăннă меслетсемпех усă курмалла.
Темиçе кун хушши хăпарса хытнине пĕтерме пластырь хураççĕ, кайран сода янă шывра урана кăшт тытсан, хытти хăех хăпăнать.
Пÿрне хушшисем хăмпăланса тухсан, ăна касма юрамасть — ватка хурса çÿремелле.
Шĕвĕр пуçлă тăвăр пушмак тăхăнса çÿрекенсен чылай чухне пуç пÿрнери чĕрне хăвăрт ÿсме тытăнать. Çак япала чĕрнене ытлашши кĕске каснинчен те килет, кĕске касма юрамасть.
Чĕрнене яланах мунча хыççăн касма тăрăшмалла. Тепĕр чухне чĕрне çумĕнчи ÿте кăмăска чирĕ (грибки) ерме пултарать. Ăна сиплес тесен, врачпа канашлани кирлĕ.
Пÿртре çемçе пушмакпа, картишĕнче, урамра, çуллахи вăхăтра, сывлăм çинче, çара уран çÿрени усăллă.
Хĕрарăмсем, сире валли
Тупмалли
Пурнăç тулăх, кĕрекемĕр пуян пултăр
Кăмпа – усăллă çимĕç
Çамрăк пахчаçăн мĕн пĕлмелле
Хурт-хăмăр ăстисене асра тытма
Сывлăха çирĕплетес тесен
Хĕрарăмсем, сире валли
Кил-çуртра тасалăх, хăтлăх кирлĕ
Хăна кĕтнĕ кун ытлашши капăр кĕпе ан тăхăнăр. Хăнасем хушшинче нимĕнпе те палăрман тумтир тăхăннă çынсем те пулма пултараççĕ. Вĕсем капăр тумланнă кил хуçи хĕр-арăмĕ çумĕнче хăйсене хăйсем вăтанчăклăн тыткалама пултараççĕ.
Плиссе е арки сарлака юбка лутăрканасран хытă пукан çине лармалла.
Ансăр платьепе е юбкăпа чух ура çине ура хурса ларни килĕшÿсĕр.
Ÿкерчĕкле çыхнă жакета пурçăн кĕпепе ан тăхăнăр.
Пĕр тĕслĕ юбкăпа тăхăнма тăваткал куçлă е йăрăмлă, пăрçа пăнчăллă е геометрилле ÿкерчĕксемпе блузка çĕлĕр.
Чăлхапа атă-пушмак пĕр-пĕринпе юрăхлă пулмалла. Хулăн чăлха çÿллĕ кĕлĕллĕ илемлĕ атă-пушмакпа тăхăнма, çÿхе чăлха спорт атă-пушмакĕпе — рăхсăр.
Ытлашши шупка тата тĕксĕм хĕрлĕрех е сарăрах тĕслĕ чăлхасем пур костюмпа та килĕшмеççĕ. Ÿт сăнли — пуринпе те аван.
Прическăна çумăрта йĕпетес мар тесен, пуçа шыв яман, витĕр курăнакан капюшон тăхăнма тăрăшăр.
Çывăрас умĕн тăраниччен ан çийĕр. Вăтам çулхи хĕр-арăмшăн чи усăллă каçхи апат — пĕр стакан томат сĕткенĕ е кефир. Унсар пуçне, кăштах тăпăрч, пахчаçимĕçрен мĕн те пулин çиме юрать.
Парик тăханас мода иртрĕ, халь ăна сайра хутра çеç, кирлĕ чух кăна тăхăнаççĕ.
Пирус туртнин сиенĕ
Сарăхнă пурнесемпе сарăхнă шăлсем — пĕтĕмпех пирус туртакан çыннăн уйрăмлăхĕсем. Кашни кун ирхине шăлсене тасатсан, çăвара элексирпа чÿхесен, уçă чÿрече умĕнче çÿç турасан, пирус шăрши йăлтах пĕтет. Туртма пăрахни сывлăхшăн çав тери лайăх.
Хĕрарăм кунне çирĕм пирус туртать пулсан, ун сиенлĕхĕ арçын вăтăр пирус туртнипе пĕр тан пулнине палăртаççĕ врачсем. Мĕншĕн тесен хĕрарăмăн кăкăр кăшкарĕ пĕчĕкрех, çавăнпа та ăна никотин кÿрекен сиен уйрăмах пысăк. Унсăр пуçне, пите-куçа сарă сăн çапать, çакă та хĕрарăма вăхăтсăр ватăлтарать.
Туртман хĕрарăмсен пилĕк проценчĕ кăна чирлет пулсан, туртаканнисен вара вăтăр проценчĕ таран чирлет.
Ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, пирус тĕтĕмĕнче этем сывлăхне хавшатакан ултçĕре яхăн сиенлĕ компонент пур-рине палăртнă. Çын кунне çирĕмшер пирус туртать пулсан, çирĕм çул хушшинче ÿпкене ултă килограма çити сиенлĕ япаласем лараççĕ. Унпа кĕрешме организма йывăр килет.
Çие юлнă хĕрарăмшăн пирус туртни уйрăмах сиенлĕ. Хĕрарăм çине-çинех пирус туртнипе хăйне кăна мар, ачине те вăл аталаннă вăхăтра çав тери пысăк сиен кÿрет.
Франци врачĕсем çамрăксем хушшинче бронхитпа ÿпке ракĕ сарăлни пирус туртнинчен килет тесе ăнлантараççĕ.
Юн тымарĕсен чирĕсем те пирус туртнипе çыхăннă тесе палăртаççĕ.
Кил-çуртра тасалăх, хăтлăх кирлĕ
>
Тупмалли
Пурнăç тулăх, кĕрекемĕр пуян пултăр
Кăмпа – усăллă çимĕç
Çамрăк пахчаçăн мĕн пĕлмелле
Хурт-хăмăр ăстисене асра тытма
Сывлăха çирĕплетес тесен
Хĕрарăмсем, сире валли
Кил-çуртра тасалăх, хăтлăх кирлĕ
Алăк чĕриклетме тытăнсан, ăна кăштах çĕклентерĕр, петле тăпси айне кăранташ графичĕ ватса хурăр. Алăк пĕр хушă вара чĕриклетме пăрахать. Кайран татах çапла тăвăр.
Эсир асăрханă та пуль: хăшпĕр чух ĕне сума ларатăн кăна — вăл тапкалашма тытăнать. Вара сунă сĕте тăкса яни те пулкалать. Лăплантарас тесе, ĕнене кăшкăрса пăхатăн, урисене тăллатăн — пурпĕрех усси çук.
Ĕнепе яланах йăваш пулмалла. Тапкалашнă вăхăтра ĕне çурăмĕ çине пир татăкĕ йĕпетсе хурсан, вăл çийĕнчех лăпланать, тăпах тăрать. Сĕт антарма та çак меслетех пулăшать.
Чÿрече кантăкне çуса тасатнă хыççăн краççын янă шывпа (3 л шыв пуçне пĕр апат кашăкĕ краççын) сăтăрса илĕр. Кантăк куçкĕски пек йăлтăртатакан пулĕ.
Линолеума çĕнĕ тĕс кĕртме, ăна çуса тасатнă хыççăн, çăмарта ватса янă шывпа тепĕр хут сăтăрса тухаççĕ. Пĕр литр шыва икĕ çăмарта çителĕклĕ.
Çуллă сăрăпа сăрланă урай йăлтăртаттăр тесен, ăна пĕр витре ăшă шыв пуçне стакан краççын ярса çумалла.
Сĕтел-пукана, уйрăмах полировкăллине, кăмака çумне е ăшă паракан батарейăсем çывăхне лартмалла мар. Ун пек вĕсем часах лĕнчĕркеленме пултараççĕ.
Чÿрече умĕнче лартса усранă сĕтел-пукан та хĕвел çути ÿкнипе тĕсне çухатма пултарать.
Хĕлле пÿртри тата тулти сывлăш температури пĕр пек мар пулнипе куçлăх тарлать. Çакна шута илсе, килтен тухас умĕн куçлăха яланах глицерина спиртпа хутăштарса (иккĕшне те пĕр пек виçепе илмелле) сĕрме тăрăшăр.
Шпалер çыпăçтарнă чух чÿрече хупă пултăр. Типсе çитсен тин уçма юрать-
Пÿлĕме сăрланă чух чÿречене те, алăка та ан уçăр.
Тимĕр витнĕ чух усă курмалли йывăç мăлатук нумая пытăр тесен, ăна изоляци лентипе чĕркемелле.
Кĕлет, дача, гараж алăкĕсене çакмалли çăрапа питĕрнĕ чухне унăн хăлăпĕн икĕ вĕçне те резина ункăсем тăхăн-тартса лартмалла. Весем çăра ăшчикки нÿрелсе тутăхасран та, хĕлле шăнса ларасран та пулăшаççĕ.
Çуллă сăрă тултарнă банкăна сывлăш кĕрет пулсан — вăл типсе ларать. Çапла тăвăр: банкăна вăхăтлăха пуçхерлĕ çавăрса лартар. Вара хушăксене сăрă питĕрсе лартать, тин сывлăш кĕми пулать.
Йĕп çăртине çăм çип кĕмест пулсан, çип вĕçне кăштах йĕпетсĕ пĕтĕрĕр — çийĕнчех тирĕнет.
Эпир тÿме вырăнне тахçанах «молния» замокпа усă курма хăнăхнă. Урăх нимĕнпе те улăштараймăн ăна. Чылай чухне атăри, кофтăри замоксем, ĕçе çÿремелли тата спорт костюмĕсем çинчи те, пĕрмай куçарнине пула якалса каяççĕ.
Ун пек ан пултăр тесен, замокăн çÿлти вĕçне çекĕллĕ пĕчĕк тăха тÿнтерле çĕлесе хурăр.
Замока тÿмеленĕ хыççăн, унăн куçса çÿрекен ункине тăхаран çаклатса ярсан, замок урăх уçăлса каймĕ.
Сирĕн бетон е кирпĕч стена çумне шуруп пăрса кĕртмелле тейĕпĕр. Ун валли шăтарнă хăвăла йывăç çапса лартма ан васкăр. Йывăç вырăнне юрăхсăр капрон чăлхана касса ваклăр та шăтăка чышса тултарăр. Малтан капрона хĕртнĕ пăта чиксе ирĕлтерĕр. Вара шуруп илĕр те хăвăрт пăрса кĕртĕр.
Капрон хытса ларни шурупа çирĕп тытăнса тăма май парать. Кайран çав шурупа ирĕклĕнех кăларса илме, ăна çĕннипе улăштарма пулать.
Краççынпа е çуллă сăрăпа вараланнă алăсем кăштах горчица янă шывра çусан хăвăрт тасалаççĕ.
Пулă каснă çĕççе шăршă кĕресрен лимон хуппипе сăтăрăр.
Уçнă банкăри сăррăн çиелти сийĕ вăхăт иртнĕçемĕн типсен, ăна сăрăхтарма кирлех мар. Кивелнĕ капрон чăлхапа банкăна хуплăр та ăна сăрă ăшне путарăр. Чăлха витĕр çиеле сăрхăнса тухнă таса сăрăпа мĕн пĕтичченех пĕр тăкаксăр усă курма пулать.
Машинăллă çынсен шăвăçпа ĕçлемелли «çемçе» мăлатук яланах алă айĕнче пулмалла. Аптекăсенче ятарласа туясем вĕçне тăхăнтармалли резина калпаксем сутаççĕ. Ана илĕр те мăлатукăн шаккамалли вĕçне тăхăнтартăр. Вара мăлатук йывăрланать, унпа ĕçлеме те аван.
Вăрăмтунаран сыхланма
Çу кунĕсенче час-часах вăрăмтуна сăхса аптратать. Уйрăмах вăл тÿлек çанталăкра, ирхине хĕвел тухиччен, каçхине хĕвел ансанах, сывлăшалла йышлăн нăйлатса çĕкленет те апат шырама тытăнать.
Кăнтăрлахи шăрăх вăхăтра вăрăмтуна лăпланать — хĕвелтен пытанать.
Вăрăмтуна сăхнă вырăн хĕрелсе тăртанать, ÿте тĕлкĕштерет, кĕçĕттерет, сăркăлтату часах иртмест.
Çав вырăна çийĕнчех чĕкеç курăкĕ, петрушка е шăл сухан сĕткенĕпе сĕрме тăрăшмалла. Шыççа чакарма лимон сĕткенĕ аван пулăшать. Уксуспа е нашатырь спирчĕпе (стакан шыв пуçне çуршар чей кашăкĕ) хутăштарнă шыв та шыççа имлеме юрăхлă.
Вăрăмтуна тикĕт курăкĕн (гвоздика) шăршине тÿсме пултараймасть. «Гвоздика» одеколонпа йĕпетнĕ вата чăмаккине пите, мăя, алла, урана сăтăрсан, вăрăмтуна сире сехет çура яхăн тапăнмĕ. Одеколон вырăнне типĕтнĕ тикĕт курăкĕ ярса килте те шĕвек хатĕрлеме пулать.
Пĕр-пĕр савăтра вĕресе тăракан шыва курăк ярăр. Ултă-çичĕ сехетлĕхе хупласа лартсан — кирлĕ шĕвек хатĕр те.
Вăрăмтуна çавнашкалах нафталинпа анис çăвĕн шăршине юратмасть.
Вăрăмтунаран сыхланма ятарласа хатĕрлене диментилфталатлă шĕвексем пур: аэрозоль, крем, лосьон. Сăмахран, «Тайга» крем, «Ангара» лосьон т. ыт. те. Вĕсемпе усă курнă чух куçа, сăмсана, тутана лекесрен асăрханмалла.
Ытти сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа кĕрешме хатĕрленĕ «Дэта» эмел те вăрăмтунана пĕтерме юрăхлă.
Ут çине вăрăмтуна ларса сăхнă вырăнсене аптекăсенче сутакан Вьетнамра кăларнă бальзампа сĕрсен те кĕçĕттернине часах ирттерме пулать.
Пÿлĕме кĕрсе тулнă вăрăмтунана кăларса пĕтерес тесен, вĕри çатма çине кăштах камфора сапса пăслантармалла.
Шăна
Шăна — тĕрлĕрен чир-чĕр саракан сиенлĕ хурт-кăп-шанкă.
Уйрăмах апат-çимĕç тыткалакан вырăнсенче таса пулни кирлĕ: апат-çимĕçе витсе-хупласа усрамалла, ун юлашкисене те питĕрсе тăмалли савăтра тытмалла. Савăт пушаннă xыççăн ăна çийĕнчех çуса тасатмалла.
Шăна пÿлĕмри витĕр çилрен хăрать, çавăнпа та пÿлĕме час-часах уçăлтарма тăрăшмалла.
Пÿрте шăна таврашĕ кантăкран вĕçсе кĕресрен чÿрече янаххи-анине уксуспа сĕреççĕ.
Шăнасем çавăн пекех скипидарлă çăра çилĕмпе сĕрнĕ урайне юратмаççĕ.
Шăна пĕтерме хлорофос таблетки, çăнăхĕ, хучĕ юрăхлă. Пĕр грамм хлорофос таблетки е çăнăхĕ пуçне пĕр кашăк шыв, кăштах сахăр ярса пăтратмалла. Хухнăçемĕн савăта çак имçама хушсах тăмалла.
Уксуспа пĕлсе усă курăр
Сĕтел çине витмелли клеенка час ан кивелтĕр тесен, ăна вăхăтран вăхăта уксус янă шывпа сăтăрсах тăмалла.
Ик-виç тумлам уксус янă шывра пĕçерсен çĕрулми саланмасть.
Çырла сĕткенĕпе вараланнă кĕпе-тумтире, çавнашкалах пальто, пиншак, кофта çухисене тасатнă чух уксуспа усă курма пулать, вĕсем аван тасалаççĕ.
Куçкĕски, чÿрече кантăкĕ тата мĕнпур кантăк япаласем çунă хыççăн юлашкинчен уксуслă шывра чÿхесен йăлтăртатакан пулаççĕ.
Тĕксĕмленнĕ алюмини савăт-сапана уксуспа йĕпетнĕ ваткăпа тасатмалла.
Шанса типе пуçланă симĕс ÿсентăрансене уксуслă шыва ярсан — çийĕнчех чĕрĕлеççĕ.
Пăсăлма е шăршланма пуçланă аша уксус янă шывра чÿхĕр. Аш пĕçерме юрăхлă пулать.
Селедка тасатнă хыççăн алла кăштах уксус тумлатнă шывра чÿхесен — шăршă юлмасть.
Вăхăтран вăхăта тĕпелти çÿлĕксемпе буфета ырă мар шăршă лекесрен уксуслă шывпа сăтăрмалла.
Пуçа çунă хыççăн юлашкинчен уксус тумлатнă ăшă шывпа чÿхесен — çÿç йăлтăртатакан пулать.
Хĕрлĕ кăшманăн тĕсĕ улшăнасран пĕçернĕ чухне савăта икĕ-виçĕ тумлам уксус яраççĕ.
Хĕрлĕ кăшман темĕн чухлĕ вĕретсен те хытă пулать. Çур сехете яхăн пĕçернĕ хыççăн вунă-вунпилĕк минутлăха сивĕ шыва ярса лартсан тин çемçелсе çитет.
Пулă е тăварланă купăста тытса усранă савăт-сапана литр шыв пуçне икĕ-виçĕ чей кашăкĕ уксус ярса хутăш-тарнă вĕри шывпа чÿхесе тăкăр.
Кĕве сиенлĕхĕ
Кĕве сиенлĕхĕ çинчен сăмах хускатсан, вĕсене пĕтерме мĕнле имçамсемпе усă курасси, ăçта туянасси интереслентерет çынсене.
Кĕве темиçе тĕрли те пур иккен. Пÿлĕмри кĕве çăм япаласене, диван е пукан çинчи пире, кĕрĕке, çĕлĕке, кавира сиенлет. Килĕштерекен çимĕçĕ унăн — тĕрлĕрен белоклă япаласем.
Кĕве аталанасси тăватă тапхăрта пулса иртет: малтан — çăмарта, вара — хурт, куколка, унтан — лĕпĕш.
Япаласене çисе юрăхсăра кăлараканĕ — çăмартаран тухнă хурт. Лĕпĕшĕ сиен кÿмест, анчах вăл хурт пулмалли шурă тĕслĕ вĕтĕ-вĕтĕ, ахаль куçпа та курăнман çăмарта хурать. Çакна валли суйлакан вырăн — хускалмасăр çакăн-са тăракан тумтир, ытти нÿрĕ япаласем. Çавăнпа та вĕсене
час-часах тĕрĕслемелле. Кĕве мĕнле сиен кунине эпир ялан тенĕ пекех кайран тин пĕлетпĕр.
Пĕр кинемей каласа пани аса килчĕ. Пĕлтĕр, çуркунне иртсен, кĕверен сыхласа хăварас шутпа çăмран çыхнă алсиш-чăлха таврашне виçĕ литр кĕрекен кĕленче савăта тултарса тачă хупса хунăччĕ тет вăл. Кĕркуннепе çанталăк сивĕтсен, банкăна уçать те кинемей — унта кĕве кишĕкленĕ алсиш-чăлха татăкĕ кăна.
— Тултарнă чухне кĕве çукчĕ-çке,— тет кинемей. Алсиш-чăлха çине лĕпĕш унчченех çăмарта хума ĕлкĕрнĕ-мĕн. Çуса тасатнă хыççăнах хĕвел питĕнче типĕтсе савăта тултарнă пулсан, лайăхах усраннă пулĕччĕç япаласем.
Кĕве ĕрчесрен пÿлĕме пĕрмаях тасатса тăмалла. Уйăхра икĕ-виçĕ хутран кая мар тусана пылесоспа тасатсан, моно-хлораминпа усă курса, çÿлĕксем çинчи тусана нÿрĕ пир татăкĕпе сăтăрса илсен, чÿрече уçса пÿлĕме уçăлтарсан — кĕве ĕрчесрен хăтăлма пулать. Лайăх тасатса типĕтнĕ япаласене кĕве тĕкĕнмест. Лĕпĕш çăмарта хунă япалана хĕвелпе «хĕртсен», хурт тухасси пăчланать. Типĕтнĕ япала-сене полиэтилен михĕсенче усрамалла. Анчах вĕсене пур-пĕрех уйăхра пĕрре тĕрĕслесе пăхни пăсмасть. Вăхăтра нафталинпа сапнă япала та аван упранать. Кĕвене пĕтерме мар, хăратма çеç пулăшать нафталин. Ăна тÿме е çаврашка евĕрлĕ те, çăнăх пек те кăлараççĕ. Çăнăх евĕрлине шкапа пиртен çĕленĕ пĕчĕк хутаçсемпе тултарса хумалла. Чăматана хума пĕчĕк хутаç çителĕклĕ. Тÿме евĕр кăларнине тумтир кĕсйине хума юрать. Шĕвĕ имçамсенчен чи лайăххи —«Антимоль». Унпа усă курнă хыççăн пÿлĕме уçăлтарма ан манăр. Тÿме пек «Антимолĕн» çÿхе хутне салтăр, марлĕпе чĕркесе шкапа хурăр. Эрнерен ăна улăштарма юрать. Шĕвек «Антимоль» хуппи сирпĕтмеллиллĕ. Унпа усă курсан, япаласене аванах сыхласа хăварма май пур. Вара çав япалана çур çула яхăн кĕве тапăнмĕ.
Лĕпĕше, хурта, куколкăна пĕтермелли имçам —«Супромит». Вăл виçĕ уйăх хушши усă парать.
«Аэроантимоль»— кĕверен тăхăр уйăха сыхлама пултаракан имçам.
«Супрозоль» те кĕвене пĕтерме аван пулăшать.
«Дихлофос», «Неофос-1» аэрозоль имçамĕсемпе сирпĕтсен, кĕве лĕпĕшне çеккунтрах пĕтерме пулать.
Лĕпĕше хăвалама пиретрум (типĕтсе авăртна кавказ анчăк курăкĕ) аван пулăшать. Ана пÿлĕмри кĕтессене тăваткал метра виçĕ-тăватă грамм сапса тухаççĕ.
Апельсинăн типĕтнĕ хуппине, герань чечекĕпе армутие тата табак çулçине тÿсме пултараймасть кĕве.
Кĕвесенчен çăнăх, ыраш, тир таврашне, синтетикăлла япаласене те çиекенни пур. Вĕсене пĕтермелли хатĕр — «Молебой».
Атă-пушмак кивелесрен…
Атă-пушмак тасатмалли крем хытса ларчĕ пулсан, ăна темиçе тумлам скипидар ярса çемçетмелле. Скипидар çук чухне сĕт те юрăхлă.
Тин çеç туяннă атă-пушмак тăвăртарах пулсан, ăна малтан спиртпа е одеколонпа йĕпетĕр те пÿлĕмре çирĕм минут та пулин тăхăнса çÿрĕр.
Атă-пушмака тăвăр чухне йĕпетмешкĕн магазинсенче ятарласа кăларнă шĕвексем те пур.
Сарă, хăмăр е хĕрлĕ сăран атă-пушмак çине лекнĕ вараланчăка пĕтерме супăньпе сивĕ шыв юрăхлă.
Çупа вараланнă атă-пушмака пĕр стакан шыв çине пĕр чей кашăкĕ сода янă шывпа çуса тасатăр.
Лакпа витнĕ атă-пушмака кремпа тасатмаççĕ — вăл тĕксĕмленет.
Шăллă сухан сĕткенĕпе тасатсан, атă-пушмак йăлтăртатакан пулать. Вăхăтран вăхăта глицеринпа е кастор çăвĕпе те усă курма юрать.
Резина атă çине бензин, краççын лекрĕ пулсан, çийĕнчех тăрă шывпа чÿхеме тăрăшăр.
Шăл тасатмалли щетка, çемçелсе çитсен, атă-пушмака кремланă чух усă курма юрăхлă.
Çăра кофепе тĕксĕм хăмăр та çемçе сăран пушмака тасатма пулать.
Пиртен çĕленĕ пушмак кăштах нашатырь спирчĕ (пĕр стакан шыв пуçне чей кашăкĕ) янă супăньлĕ шывра çусан аван тасалать.
Атă-пушмака çуса типĕтнĕ хыççăн тин крем сĕрме юрать.
Кивелсе кайнă атă-пушмака çĕнĕ сăн кĕтĕр тесен, ăна малтан скипидарпа йĕпетнĕ çемçе пир татăкĕпе сăтăр-малла, ун хыççăн крем сĕрмелле.
Çуркунне çитсен, хĕлле тăхăнса çуренĕ атă-пушмака кремпа сĕрмелле те хаçат тултарса хумалла. Çапла тусан — кĕве тапăнмасть.
Савăт-сапа тасалтăр тесен
Савăт-сапан шал енĕ кофепе тĕксĕмленсен, унта икĕ-виçĕ лимон чĕлпĕкĕ ярса шыв вĕретмелле, вара вăл аван тасалать.
Виçĕ литр пуçне пĕр-икĕ кашăк уксус, тепĕр кашăк тăвар ярса пăтратнă шывра стакансемпе вазăсем тата кĕленче банкăсем лайăх тасалаççĕ.
Кĕленчене тасатма унта çĕрулмине вĕттĕн тураса тултармалла та шыв ярса чÿхемелле.
Тĕксĕмленнĕ кĕленче кăкшăма тасатма уксус е кĕл янă шывпа усă курма пулать.
Тин çеç туяннă эмалленĕ савăт-сапа çирĕп пултăр тесен, унта тÿрех тăварланă шыв (литр шыв пуçне пилĕк чей кашăкĕ тăвар) ярса вĕретмелле.
Эмалленĕ савăт-сапа тĕпĕ çунса ларчĕ пулсан, унта çийĕнчех сода янă шыв вĕретсе илĕр.
Çĕнĕ çатма çирĕп пултăр тата тĕпĕ çунса ан лартăр тесен, çатмана çулăм çине лартса хĕртеççĕ. Кайран çу сĕреççĕ, юлашкинчен тăвар сапаççĕ.
Тин кăна магазинран илсе килнĕ стакансем тепĕр чухне вĕри шыв янипе çурăлса кайма пултараççĕ. Вĕсене чăтăмлăрах тума пулать: пĕр-пĕринчен уйăрса кастрюле хумалла. Унтан шыв тултарса çулăм çинче вĕреме кĕрич-чен тытмалла.
Тип çу кĕленчине горчицăллă шывпа ик-виç хутчен чÿхесе тасатма пулать.
Холодильник таса пултăр
Ăна сода янă шывпа час-часах çуса тăрăр. Çапла тусан, ырă мар шăршă петет. Холодильника çуса тасатнă хыççăн ăна уçăлтарма та ан манăр.
Услам çу, хăйма, сĕт-турăх ют шăрша хăйсем çумне аван илеççĕ. Çавăнпа та холодильника селедка йышши апат-çимĕç хумалла мар. Вĕсене тачă хупланă савăт-сапара усрас пулать.
Холодильника вĕри кастрюль ан лартăр. Ку холодильникшăн питех те сиенлĕ.
Пахчаçимĕçе çуса типĕтнĕ хыççăн тин холодильникри ещĕке хума юрать.
Холодильник çумалли «Рута», «Свежесть» препаратсемпе усă курăр. Вĕсем ырă мар шăрша пĕтерме аван пулăшаççĕ.
Холодильника вĕри кăмака е батарея çумне лартма хушмаççĕ.
Шăнтмалли вырăна какай хуриччен аяла полиэтилен сарма ан манăр. Тимĕр çумне какай шăнса çыпçăнсан — ирĕлтерме тăрăшăр. Унсăрăн аммиак çулне çĕмĕрме пулать.
Сарă çу шăршлансан…
Сарă çу — плазмăран тăракан сĕт çăвĕ, вăл услам çăва ирĕлтерсе сивĕтнĕ хыççăн пулать. Ун хутăшне çаксем кĕреççĕ: тăхăрвунсакăр процент çу, пĕр процентран ытла мар — шыв, тепĕр процента яхăн — ытти веществосем.
Лайăх шăратнă çу яланах хăйне евĕр ырă шăршăллă, янкăр таса пулать.
Сарă çу пăсăласран тата вăл чылай вăхăт лайăх усрантăр тесен, ирĕлтернĕ çĕре тăватăпилĕк процент тăвар яраççĕ (çĕр грамм пуçне тăватă-пилĕк грамм тăвар). Ун пек тусан, çăва сивĕнсе çитсен тыткалама та аван. Унсăр пуçне, тăвар янипе плазмăн танлаштаруллă виçи усет, çавна пула тĕпне тăрăлакан сий (шыв) çуран çăмăллăнах уйрăлать.
Çу вĕреме кĕрсенех, çиеле кĕпĕк хăпарать. Вĕретнĕçемĕн, вăл тухнăçемĕн, çупа хутăшса пĕтиччен, ăна пуç-тарса илсех тăмалла.
Çуллахи вăхăтра ирĕлтернĕ чухне тăвар ытларах ямалла. Лайăх тăварланă çу тăварламаннинчен нумайрах усранать. Лайăх шăратнă çăва холодильникра (вунсакăр градус сивĕре) виçĕ уйăха яхăн усрама май пур. Ку условире çури микроорганизмсем пачах аталанмаççĕ, çура нÿрĕк çуккипе биохими процесĕсем те вăраха пыраççĕ — ку питех те аван.
Çу хăй çумне ытти ют шăршăсене йышăнма пултарать, çавăнпа та ăна холодильникра усрама хăйне уйрăм эмаль е кантăк савăтра хупласа лартмалла.
Тепĕр чухне çуран ыхра, сухан, силос е армути шăрши кĕнине асăрхама пулать, çакă пĕтĕмпех выльăха мĕнле апатпа тăрантарнинчен килет. Выльăх апачĕ урлă алколоид, эфир, метил эфирĕ йышши йÿçексем сĕте лекеççĕ, сĕтрен — çăва. Ун пек ан пултăр тесен, выльăха сиенлĕ ÿсентăран çитересрен сыхланмалла.
Хăшпĕр чух сар çу кăмăскăланса кăвакарма тытăнать, пăчăхнă шăршă кĕрекен пулать. Кăвакарасси час-часах шăратнă чухне е ун хыççăн çу тытакан савăт-сапа таса марринчен килет. Çу валли хатĕрленĕ савăт яланах таса пултăр. Унпа усă курма тытăниччен ăна вĕри шывпа лайăх çуса тасаТмалла. Ана çунă чухне чей содипе тата ятарласа кăларнă савăт-сапа çумалли препаратсемпе усă курмалла. Лăкăртатса вĕрекен шывпа чÿхемелле. Сĕт-çу тытакан савăта мĕн ĕлĕкрен вĕриленĕ. Ана тума кăма-кара е духовкăра мунча чулне кăвар çинче хĕртеççĕ. Шыв вĕретсе янă савăта çав хĕрнĕ чула яраççĕ те вунă-вунпилĕк минутлăха хупласа хураççĕ. Çакнашкал туни те савăта дезинфекцилеме лайăх пулашать. Ун хыççăн çак савăта çу ярса лартма шанчăклă.
Пуçланă савăтри тип çăва пÿлĕмре пĕр уйăхран ытла усрамалла мар, вăл йÿçĕхме пултарать.
Утюгпа якатма пĕлетĕр-и эсир?
Ытлашши типнĕ кĕпе-йĕм шывпа пĕрĕхнĕ хыççăн аван якалать. ‘
Утюг тĕпĕ вараланнă пулсан (çав тери вĕри утюгпа якатма тытăннă чух), тăвара вĕтетнĕ парафинпа хутăштарса сапнă хут çинче сăтăрăр ăна.
Кĕпе-йĕм çинчи ĕннĕ вырăнсене пĕтермелли икĕ меслет пур.
Ĕннĕ вырăна шывра ислетĕр, кăштах тăвар сапнă хыç-çăн хĕвеле çакса ярăр. Кăшт вăхăт иртсен, сивĕ шывра чухесе, утюгпа якатăр.
Хытă ĕннĕ вырăна водород перекиçĕпе йĕпетĕр. Вăхăтлăха хĕвел питне çакса ярăр. Юлашкинчен, сивĕ шывра чухенĕ хыççăн, утюгласа якатăр.
Халь чалăш касса çĕленĕ аркăллă юбкăсемпе кĕпесем ытларах тăхăнаççĕ. Çуса тасатнă хыççăн вĕсĕне якатма пĕлни те кирлĕ. Утюга пире тăрăхла май çеç шутар-малла — ку аркă тăсăласран пулăшать.
Çăмран çыхнă кофтăсемпе кĕпесене яланах утюгпа якатма кирлĕ мар. Çавăн йышши тумтир лайăх курăнтăр тесен, ăна вешалка çине çакмалла, аяла тирĕкпе шыв лартмалла.
Тепĕр чухне хытă хĕрсе çитнĕ утюга пĕр-пĕр япала çине лартатăн та тĕпĕ начар шăвакан пулнине асăрхатăн. Ăна çийĕнчех нашатырьпе йĕпетнĕ ватăпа сăтăрмалла. Ун хыççăн утюга, тепĕр хут хĕртсе, нурĕ пир çинче каллĕ-маллĕ шутаркалăр. Çавăн хыççăнах утюг лайăх якатакан пулса çитет.
Кĕпе-тумтир варалансан
Асăрхамастăн та, кĕтмен çĕртен кĕпе-тумтире е ска-терте вараласа хуратăн. Пĕрин, акă, кримплен пальто çине сысна çăвĕ лекет, теприн хитре тутăрĕ тутăхпа вараланать, виççĕмĕшĕн кĕпи — чернилпа. Килте варалан-нă вырăна тасатмашкăн ятарласа кăларнă хатĕр çук чухне мĕн тумалла-ха?
Тахçанах паллă ĕнтĕ, чернил лекнĕ вырăна тасатма помидор сĕткенĕ юрăхлă. Хăшпĕр чернила тасатма помидор сĕткенĕ те пулăшаймасть. Вăл «Радуга» маркăллă чернила кăна аван тасатать. Чернил лекнĕ вырăна малтан сĕткенпе ислетĕр те полиэтилен çине сарăр. Вунă минут иртсен, сивĕ шывпа чÿхенĕ хыççăн тумха вырăнĕн палли те юлмасть. Тумха кивелнĕ пулсан, тасатма йывăртарах.
Ăна икĕ-виçĕ хут та ислетсе хума тивет. Вара тин çав вырăна сивĕ шывпа чÿхемелле. Шуранка йĕр юлсан — çунă хыççăн хĕвеле çаксан — пĕтет.
Тин çеç чернилпа вараланнă кĕпе-тумтире нашатырь спирчĕ е чей соди янă шывра чÿхесе тасатсан аван.
Тепĕр чухне шариклĕ ручка чернилĕпе алă, сĕтел çинчи клеенка хăвăрт вараланать. Малтанах ăна йĕпетнĕ спичка пĕрчипе сăтăрăр, унтан супăньлĕ ăшă шывпа çăвăр.
Сысна çăвĕпе, услам çупа, парафинпа вараланнă вырăна икĕ енчен типĕтмелли хутпа е хут салфеткăпа хурса утюглаççĕ. Çу вара хут çине лекет. Сысна çăвĕпе вараланнă кĕпе-тумтире тасатмалли порошок —«Персоль».
Кĕпе-тумтир тутăхпа варалансан, лимон сĕткенĕ лайăх пулăшать. Ислетмелле, утюгпа пусса илмелле, ăшă шывра чÿхемелле.
Тахçанах тутăхпа вараланнă тумхана уксус эссенцийĕпе (çур стакан шыв пуçне пĕр чей кашăкĕ) усă курса чÿхенĕ хыççăн çуса тасатаççĕ.
Утюгпа якатнă чух кĕпе-тумтире асăрхамасăр ĕнтсе яни те пулкалать. Малтан ăна чĕрĕ сухан сĕткенĕпе ислетĕр. Çуса тасатсан, сивĕ шыва тепĕр икĕ-виçĕ сехет-лĕхе ярса лартнă хыççăн тин кĕпе-тумтире чÿхесе типме çакса ярăр.
Тарпа вараланнă кĕпе-йĕм пĕр литр шыв пуçне пĕр ывăç тăвар янă шывра пĕр сехет хушши ислетсе çунă хыççăн аван тасалать.
Хăш чухне тумтир мĕнпе вараланнине пĕлме çук. Тасатма тăрсан, сивĕ шывпа усă курăр. Вĕри шывпа ытла-рах кофе, чей, улма-çырла сĕткенĕпе вараланнă вырăнсене тасатнă чух аван пулăшать.
Асанне-кукамайсем ĕлĕкрен усă курнă меслете те манмала мар: вараланнă вырăна пушă тирĕк çине (тумха варри тĕлĕнче пултăр) кантрапа е резинкăпа туртăнтарса çыхса хурăр. Чейникри вĕресе тăракан шывпа, пĕчĕккĕн ярса, вараланнă вырăна сăтăрăр.
Тумха тасалман чух тумтире çĕнĕрен касса çĕлени те пулкалать. Вара тумхана çĕвĕ тĕлне лектерме тăрăшмалла. Çĕнĕрен çĕлеме май çук чухне, тумха ăçтине кура, кĕсье лартса, чĕнтĕр тытса хуплама та пулать.
Çу кунĕсем пуçлансанах, кил таврашĕнче хĕлле усă курмалли япаласене тирпейлĕн тасатса, çуса, пуçтарса хурсан аван.
Ваткăллă утияла çуллахи вăхăтра çусан лайăх. Анчах та çакна асра тытмалла: çунă чух ватка тăкăсланасран тата кĕççеленесрен утияла супăньлĕ шывра тумтир щеткипе сăтăрса çăваççĕ. Тăрă шывра чухесе тасатнă хыççăн шыв сăрхăнса пĕтессе кĕтмелле. Утияла пĕтĕрсе пăрма юра-масть. Ăна хĕвелте типĕтмелле. Тĕсĕ каясран шурă марлĕ е çÿхе катанпир витмелле. Утиял малтанхи пекех çемçе пултăр тесен, ăна типес умĕн вăхăтран вăхăта яка патакпа шаккама юрать.
Мамăка е тĕке çума марлĕрен çĕленĕ миххе тултар-малла. Ăна супăнь кăпăклĕ вĕри шывпа ваннăра е валашка-ра хытă пăтратса, пусса, лутăркаса çумалла, шывне икĕ-виçĕ хут улăштармалла. Малтан вĕри, унтан ăшă, юлашкинчен сивĕ шывра чÿхемелле. Çуса пĕтерсенех типĕтме çакса ярăр, кăштах типшĕнсен, хĕвел çине куçармалла.
Мамăк шаль тутăра та, çăм тутăра çунă пекех, супăньлĕ шывра икĕ алăпа пусса çăваççĕ. Малтан ăшă, кайран сивĕ шывра чÿхеççĕ. Пĕтĕрме юрамасть, кăштах пăрмалла тă таса простыньпе чĕркесе йăваламалла. Вара шывĕ простынь çумне юлать. Ана ятарласа тунă йывăç рама çине туртăнтарса типĕтсен аван. Тутăра типсе çитсен тин вĕçертме юрать.
Мамăкран çыхнă шурă калпака çĕрулми крахмалĕпе тасатни çунинчен те аванрах. Ун хыççăн крахмал çăнăхĕнчен тасатма калпака темиçе хут силлемелле.
Çăмран çыхнă берета çунтарнă магни окиçне бензинпа пăтă евĕр хутăш туса тасатаççĕ.
Çутă тĕслĕ берета крахмал çăнăхĕпе сăтăрса тасатсан аванрах. Кайран çăнăха пĕтерме берета темиçе хут силлеççĕ.
Ангор çăмĕнчен çыхнă кофтăсене, тутăрсемпе калпак-сене глицерин янă супăнь шывĕпе çăваççĕ. Вĕсене хытă сăтăрса çума та, пĕтĕрсе типĕтме те юрамасть. Тăрă шывра чÿхенĕ хыççăн таса та типĕ алшăлли варрине чĕркесе типĕтмелле. Типшĕннĕ япалана кăна сывлăша çакма юрать. Ана мĕн типсе çитичченех таса щеткăпа малтан çăм выртнă май, кайран хирĕçле турамалла. Кун пек туни çăм кĕççеленесрен пулăшать.
Шурă тĕслĕ çăм япаласене çума шыва кăштах нашатырь спирчĕ хушаççĕ. Чÿхенĕ чух гипосульфит (литр шыв çине вунă грамм) ямалла, унтан икĕ хут ăшă шывра, юлашкинчен пĕр чей кашăкĕ уксус янă сивĕ шывра чÿхемелле. Хытă вараланнă япаласене çăвиччен малтан вунпилĕк-çирĕм градуса çити ăшăтнă супăнь шывĕнче пĕр-икĕ сехет хушши тытмалла.
Хăрăмпа вараланнă кĕпене, саппуна тасатас тесен, малтан çак вырăна скипидарпа йĕпетмеллĕ.
Тин çеç чернилпа вараланнине ăшă сĕтпе е килти турăхпа çийĕнчех чÿхесе пĕтерме пулать.
Сăранланса ларнă тумтир çухине тасатмалли шĕвек хатĕрлеме грамм тăвара çирĕм пилĕк грамм нашатырь спиртĕнче ирĕлтермелле.
Тахçанах чернил тумлатнă япалана тасатма глицерина этил спирчĕпе пĕр пек шайлаштарнă хутăш кирлĕ. Ăна вата чăмаккипе те сăтăрса тасатма пулать.
Чейпе вараланнине тасатмалли шĕвек хатĕрлеме икĕ чей кашăкĕ глицерина вунă процентлă çур чей кашăкĕ нашатырь спиртĕнче хутăштарса пăтратмалла.
Çума тытăниччен çутă тĕслĕ çÿхе япаласем çинчи тимĕр тÿмесене, тăхасене, ытти тимĕр эрешсене вăхăт-лăха татса хума ан манăр. Çунă вăхăтра вĕсенчен япала-сене тутăх тĕс çапма пултарать.
Çавнашкалах пластмасса тÿмесене те татса хурсан лайăх. Унсăрăн вĕретсе çунă чух вĕсен тĕсĕ те, хапи те улшăнать.
Шурă япаласем çумĕнче тĕрлĕ тĕслĕ аппликаци пур-тăк, вĕсене те çăвас умĕн, тĕс ярса вараласран, вăхăтлăха сÿтес пулать.
Пурçăн е çăм япаласем çупа варалансан, горчица янă шывра çуса тасатма пулать. Горчицăллă шывра япалан тĕсĕ улшăнмасть. Стакан горчица çăнăхне хĕрĕх-хĕрĕх пилĕк градуслă вунă литр шыва ярса лайăх пăтратăр та икĕ-виçĕ сехет хушши тăрăлтарнă хыççăн марлĕ витĕр сăрăх-тарăр. Çума тытăнсан, шывне икĕ-виçĕ хут та улăштарăр. Горчицăпа çунă чухне урăх нимĕнле препаратпа та усă курма юрамасть.
У 74 Усăллă канашсем: Çамрăк çемьесене пулăшма. Г. С. Сорокина пухса хатĕрленĕ.— Шупaшкaр: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1991.— 64 с.
ISBN 5-7670-0537-0