Тукти Исаев
1903 çулта çырнă.
Киремете парнене юракан выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ, урăх пĕр япала та тумаççĕ.
«Çыралах, хура халăха çăмăллăх патăр», ‒ теççĕ.
Вăл Киремет тени йĕри-тавра йăвăç, çав йăвăçсан йĕри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ват çынсем пуçтарăнса кĕл тăваççĕ.Малаллине вулас