Геннадий Айхи ][ Юрă Ăсти

Çут тĕнчери чи хÿхĕм кĕвĕсем —
Шыв шăнкăр-шăнкăрĕ, чĕкеç чĕвĕлтетни,
Шур çĕмĕрт çеçкисем çилпе пăшăлтатни —
Пĕр сасăра янрарĕç вăй илсе.
Чун йыхравне чунпа тăнламалла, —
Çапла калаççĕ сасă ăстисем.
Эсир юрланине илтес тесен,
Тен, чун та сирĕнни пек пулмалла.
1950