Пăкачав патша пур теççĕ…

Халăх юрри


Пăкачав патша пур теççĕ,
Пирĕн пата килет теççĕ,
Ейÿ çĕрне панă теççĕ
Пирĕн пек те хура халăха.
 
Тĕл пуласчĕ пирĕн ăна,
Пăкачав теен патшана.
Йăлттам урхамах утланса
Вĕçтересчĕ çеçен хирĕпе.