Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Маккавейсен Виççĕмĕш Кĕнеки
1
(1) Филопатор, хăй патне килнĕ çынсем каласа панипе, хăйĕн аллинче пулнă çĕрсене Антиох туртса илни çинчен пĕлсессĕн, мĕнпур çарне — çураннисене те, юланутлисене те — хушу панă та йăмăкне Арсинойăна хăйпе пĕрле илсе Антиох çарĕ тапăрăн чарăнса тăнă Рафия çĕршывне тухса кайнă.
(2) Çавăн чухне Феодот ятлă çын пĕр ĕç тума шутласа хунă: вăл хăйне Птоломей шанса панă çар çыннисене чи лайăххисене илнĕ те, вăрçă тухма парас мар тесе, Птоломее улаххăн вĕлермешкĕн çĕрле ун чатăрне пырса кĕнĕ;
(3) анчах Дримил ывăлĕ Досифей — иудей çынни, каярахпа саккунран пăрăнса ашшĕсен тĕнне пăрахнăскер — патшана чатăрĕнчен илсе тухнă та ун вырăнне унта пĕр паллах мар çынна вырăнаçтарнă, ĕнтĕ Птоломей вырăнне çавна вĕлернĕ те.
(4) Хаяр çапăçу пынă вăхăтра Антиох çĕнтерме тытăнсассăн, Арсиноя çÿçне-пуçне арпашăнтарса ярса çар тăрăх куççульпе йĕрсе çÿренĕ, çарçăсене харпăр хăйшĕн, ачисемпе арăмĕсемшĕн харсăртараххăн çапăçма чунтан ÿкĕтленĕ, çĕнтерсессĕн кашнине икшер мина ылтăн пама пулнă.
(5) Акă мĕнле килсе тухнă: алла-аллăн тытăçура тăшмансене пĕтерсе тăкнă, нумайăшне тыткăна илнĕ.
(6) Хăйĕн тĕллевне пурăнăçа килтерсессĕн, Филопатор, çывăхри хуласене çитсе, вĕсене хавхалантарма шухăш тытнă.
(7) Çакна пурăнăçласа, суя турăсен çурчĕсене парнесем парса, вăл хăйне пăхăнса тăракансен паттăрлăхне çирĕплетнĕ.
(8) Кайран, иудейсем ăна канашпа аслă çынсен ятĕнчен саламлама, парнесем пама тата пулса иртнишĕн хăйсем епле савăннине пĕлтерме элчĕсем ярсассăн, вăл вĕсем патне мĕн май килнĕ таран хăвăртрах çитме кăмăл тунă.
(9) Иерусалима çитсессĕн, вăл аслă Турра парне кÿнĕ, тав тунă тата сăваплă вырăнта тума килĕшÿллĕ ытти ĕçсене тунă;
(10) унта кĕрсессĕн, вăл унти чаплăлăхпа илемлĕхрен çав тери тĕлĕннĕ, Турă Çурчĕн ырă тирпейлĕхĕнчен тĕлĕннипе, Сăваплăран та Сăваплă пÿлĕме те кĕрсе курасшăн пулнă.
(11) Ăна апла тума юраманни çинчен каланă: унта хамăр халăх çыннисен никамăн та — священниксен те пулин — кĕме ирĕк çук, пуриншĕн те пуçлăх пулса тăракан аслă священник çеç унта çулталăкра пĕрре кĕрсе тухать, тенĕ; анчах Филопатор итлесшĕн те пулман.
(12) Ăна саккуна вуласа панă, анчах вăл çакăн хыççăн та хăй шухăшне улăштарман: манăн кĕмеллех, ыттисем çак чыса ан курайччăр та, эпĕ — куратăп, тенĕ. Тата вăл: мĕншĕн-ха ытти турăсен çуртне кĕнĕ чухне мана никам та тытса чармарĕ? тесе ыйтнă.
(13) Тахăшĕ асăрханмасăр «япăх турăмăр çав» тесессĕн, вăл çапла хуравланă: кирек мĕнле сăлтавпа пултăр та, анчах ĕçне тунă ĕнтĕ, апла вĕсем хирĕç-и, хирĕç мар-и, мана кĕме те пулин юрамасть-и вара? тенĕ.
(14) Сăваплă тумтир тăхăннă священниксем ĕнтĕ, çĕре ÿксе, пире çак виçесĕр инкекре пулăшсамччĕ, вăйпах кĕрекен çынна тытса чарсамччĕ тесе аслă Турра кĕлтунă; Турă Çурчĕ тулли уласа йĕни, куççулĕпе макăрни илтĕнсе тăнă; хулара юлнисем, халиччен пулманни пулнă тесе, пăлханса чупса
çитнĕ.
(15) Хăйсен пÿлĕмĕнче хупăнса пурăнакан хĕрсем те амăшĕсемпе пĕрле чупачупа тухнă, пуçĕ çине кĕл, тăпра сапнă, вĕсем ĕсĕклесе йĕнипе, ахлатнипе урам янăраса тăнă.
(16) Тепĕрисем, капăр тумланнăскерсем, кĕрÿ каччăна кĕтсе илме хатĕрленĕ пÿлĕме пăрахса хăварсах, ун пек чухне вырăнлă пулакан вăтану çинчен манса кайсах, капăр тумланнă халлĕнех хула тăрăх тĕлли-паллисĕр чупкаласа çÿренĕ.
(17) Амăшĕсемпе ача ĕмĕртекенĕсем вара тин çуралнă ачисене унта та кунта — хăшне килĕнче, хăшне урамрах хăварса сăваплăран та сăваплă Турă Çурчĕ патне чупнă.
(18) Турра хирĕçле ирсĕр ĕç тума хатĕрленнине кура пуçтарăннă халăх çапла тĕрлĕ майлăн кĕлтунă.
(19) Çав вăхăтрах хăшĕсем тата вăйпах кĕрсе хăй шутланине тумах сĕмсĕрленекене чарса тăма та хăюлăх çитернĕ. Вĕсем алла кăрал тытма, ашшĕсен саккунĕшĕн паттăрла вилме чĕннĕ, çапла Турă Çуртĕнчи çынсене хытă пăлхатса янă;
(20) аслă çынсемпе священниксем аран тытса чарсассăн, вĕсем те кĕлтăвакансем çумне хутшăннă.
(21) Халăх пĕр чарăнмасăр унчченхи пекех кĕлтуса тăнă. Патшапа пĕрле пулнă аслă çынсем те унăн мăнаçлă ăсне темиçе хутчен те мĕн шухăшласа хунинчен пăрма тăрăшнă.
(22) Анчах та вăл, чăрсăрланса кайнăскер, ниме те вырăна хуманскер, малтан каланине тăвасах тесе малалла пĕр утăм ярса пуснă.
(23) Çакна курсассăн патшапа пĕрле килнисем те, ку тертре Турă пулăштăрччĕ, çак йĕркесĕр те сĕмсĕрле ĕçе тума ан патăрччĕ тесе, Пурне те Тытса Тăракана пирĕннисемпе пĕрлех тархаслама тытăннă.
(24) Пĕтĕм халăх пĕрле чунтан-вартан йăлăннăран, татăлса йĕнĕрен тавралăх кĕрлесе тăнă;
(25) сăваплă вырăна ирсĕрлетнĕрен ĕнтĕ çынсем анчах мар, Çурт хÿмисем те, пĕтĕм никĕсĕ те вилнĕ евĕр ахлатнăн туйăннă.
2
(1) Аслă священник Симон вара Турă Çурчĕ еннелле чĕркуçленсе, аллисене çÿлелле çĕклесе, пĕтĕм чун-чĕререн йăлăнса çапла кĕлтунă:
(2) «Эй Çÿлхуçамăр, Çÿлхуçамăр, çÿлти Патшамăр, мĕн пултарнийĕн Хуçи, сăваплисенчен Сăвапли, пĕччен пуç пулса Пурне те Тытса Тăракан! Пирĕн çине пăхсамччĕ: пире Турра ĕненмен усал çын, хăйĕн чăрсăрлăхĕпе, вăйĕпе мăнаçланаканскер, пусмăрлать.
(3) Эсĕ пурне те пултарнă, пурне те йĕркелесе тăратăн, Эсĕ — тÿрĕ Патша: чăрсăрланса та хăйне асла хурса мĕн те пулин тăвакансене Эсĕ сут тăватăн.
(4) Тахăçан Эсĕ йĕркесĕр ĕç тăвакансене пĕтернĕ, вĕсем хушшинче вăйпа чăрсăрлăха шанса тăнă улăпсем те пулнă, Эсĕ вĕсем çине виçесĕр нумай шыв янă.
(5) Эсĕ Содом çыннисене — мăнаçланса пурăннăскерсене, куç кĕретĕнех усал туса тăнăскерсене — вутпа та кÿкĕртпе çунтарса янă, çакна пулас ăрусем пĕлсе тăмалла тунă.
(6) Чăрсăр фараона, Хăвăн сăваплă халăхна Израиле чуралантарнăскере, Эсĕ нумай та тĕрлĕрен асап кăтартса Хăвăн ирĕкне, Хăвăн аслă хăватна кăтартнă.
(7) Халăхна фараон хыçалтан хăваласа кайсассăн, Эсĕ ăна çар ураписемпе, йышлă халăхĕпе пĕрле тарăн тинĕсе путарнă, Хăвна — мĕн пултарнийĕн Патшине — шанса тăнисене вара Эсĕ тĕрĕс-тĕкел илсе каçнă, вĕсем ĕнтĕ Санăн аллун ĕçĕсене курса Сана, Пурне те Тытса Тăракана, мухтавланă.
(8) Эсĕ — вĕçсĕр-хĕрсĕр, виçсе тухма çук çĕре пултарнă Патша, нимĕн çитменнине те пĕлменскерĕ — çакă хулана суйласа илнĕ, Хăвăн мухтавушан çакă вырăна тасалăх тивлечĕ кÿнĕ, çавăнта тĕлĕнмелле чаплăн курăнса, Эсĕ ăна мухтава кăларнă, çапла Хăвăн аслă та хисепе тивĕçлĕ ятна мухтавлă тунă.
(9) Эпир хамăра инкек килсе çапас пулсан, пусмăр хупăрлас пулсан çак вырăна килсе кĕлтусассăн, Эсĕ Израиль килне юратнăран пирĕн кĕлле илтме сăмах панă.
(10) Эсĕ шанчăклă, Эсĕ тÿрĕ, пирĕн аттемĕрсем йывăрлăха кĕрсе ÿксен, Эсĕ вĕсене хĕн-асап тÿснĕ чухне нумай хутчен пулăшнă, вĕсене пысăк хăрушлăхсенчен хăтарнă.
(11) Эй Сăваплă Патшамăр, эпир те акă хамăрăн нумай та пысăк çылăхăмăрсемшĕн хĕн куратпăр, эпир — хамăр тăшман аллинче, ĕнтĕ асап курса халтан кайрăмăр.
(12) Эпир çапла пĕтсе çитнĕ вăхăтра çак пуçтах усал çын çĕр çинче Санăн мухтавлă ятна халалланă çак сăваплă вырăна мăшкăллама сĕмсĕрленет.
(13) Санăн килÿ, тÿпенĕн тÿпи, çынсем çитейми çÿлте, Эсĕ вара Хăвăн халăхна, Израиле, Хăвăн мухтавна кăтартма кăмăл туса çак вырăна тасалăх тивлечĕ кÿнĕ.
(14) Пире вĕсен тасамарлăхĕшĕн ан тавăрсамччĕ, пире вĕсен ирсĕрлĕхĕ урлă хаса ан парсамччĕ: йĕркесĕр çынсем хăйсен ăшĕнче ан мухтанайччăр, хăйсен чĕлхине каппайчăклăн ирĕке ярса, эпир сăваплă Çурта ирсĕрлĕх çурчĕсене таптанă пекех таптарăмăр тесе хĕпĕртесе ан савăнайччăр.
(15) Пирĕн çылăхăмăрсене çĕтерсемччĕ, пирĕн тĕрĕс мар ĕçĕмĕрсене каçарсамччĕ, çак сехетре Хăвăн ырăлăхна кăтартсамччĕ — Санăн ырăлăхусем хăвăртрах çитĕçинччĕç. Хавшаса ÿкнисем, хуйхăллă чĕреллисем çĕкленччĕр те çакăншăн Сана мухтаччăр, тенĕ Симон.
(16) Вара пурне те курса тăракан Турă, сăваплисенчен пуринчен те Сăваплăраххи, йăвашлăх кĕллине илтсе, вăйĕпе те чăрсăрлăхĕпе мăнаçланакана пырса çапнă: хăмăша çил суллантарнă пек, ăна унталла-кунталла силленĕ, çапла лешĕ, алли-ури вăйĕ пĕтсе килнĕскер, çĕр çинче пĕр хускалмасăр выртаканскер, хăйне тÿрĕ сут çитнипе сасă пама та пултарайман.
(17) Вара унăн тусĕсемпе сыхлавçисем, кĕтмен çĕртен килсе çапнă йывăр асапа курса тата вăл вилсе каясран та шикленсе, хăйсем те çав тери хăраса ÿкнĕскерсем, ăна унтан васкасах йăтса тухнă.
(18) Кăштах вăхăт иртнĕ хыççăн, хаса тÿссе тăна кĕрсессĕн, вăл пĕрех нимĕн чухлĕ те ÿкĕнмен, хаяррăн юнаса тухса кайнă.
(19) Египета таврăнсассăн, усаллăхĕн ĕçне татах нумайлатса, маларах асăннă çынсемпе, хăйпе пĕрле ĕçкĕ-çикĕне хутшăнакансемпе, тата тĕрĕслĕхе пуçĕпех маннă тусĕсемпе пĕрле пĕр вĕçĕм ĕçкĕре чарусăр асни-иртĕнни анчах мар, виçесĕр чăрсăрланса çитсе, вăл унта иудейсене ылханса пĕтернĕ; патшине кура тусĕсем те чылайăшĕ унăн еккине килтерсе пынă.
(20) Юлашкинчен вăл иудейсене пĕтĕм халăх умĕнче мăшкăл кăтартма шухăш тунă, вара хăй керменĕн пашнине чул кĕртсе лартнă, чулĕ çине çапла çыртарнă: «кам парне илсе килмест, çавăн хăйсен сăваплă вырăнĕсене кĕме юрамасть; иудейсене вара пурне те хура халăх йышне кĕртсе çырса тухмалла, вĕсене чура шутне кĕртмелле; хирĕç тăракансене вара пусахласах тытса вилĕм аллине памалла;
(21) шута илсе тухнисенне ÿчĕ çине Дионис паллине — сырлан хăва çулçине — ĕнтсе тăмха çапмалла, вара вĕсене, прависене хĕссе, вĕсем валли палăртса хунă вырăна ямалла» тенĕ.
(22) Анчах патша, пурте курайман çын пулас марччĕ тесе, çырни çумне çапла хушса хунă: вĕсенчен кам та кам вырăнти тĕн йăлипе пурăнас тет, çавна Александрия çыннийĕсемпе тан права памалла, тенĕ.
(23) Çавăнпа хăшĕпĕри, Александрия çыннисемпе тан пулас тесе, ашшĕсен Туррине юрăхлăн пурăнас йĕркене пăрахнă, патшапа хутшăнса ÿлĕмрен аслă мухтава тивĕçес пек, васкасах ют йăла-йĕркене йышăннă.
(24) Анчах та ытларахăшĕ, чун-чĕрине çирĕплетсе, Турра юрăхлăн пурăнас йĕркерен хăпман; пулăшу çитессе ырăпа ĕмĕтленсе, вĕсем хăйсен пурăнăçĕшĕн укçа панă, хăйсене шута илсе çырассинчен пĕр шикленмесĕр хăтăлма тăрăшнă, хăпса кайнисенчен пăрăннă, вĕсене хăйсен халăхĕн тăшманĕ вырăнне хунă, вĕсемпе пачах та хутшăнмасăр, туслă çыхăну тытмасăр пурăннă.
3
(1) Çакăн çинчен пĕлсессĕн, йĕркесĕр патша урсах кайнă, Александрия хулинче пурăннă иудейсене анчах мар тулхăрнă, пĕтĕм çĕршывĕпех пурăнакан иудейсене те хăрушла курайманнине кăтартса, вăл пĕр тăхтаса тăмасăр вĕсене пурне те пĕрле пухса мăшкăлтан та мăшкăл вилĕм аллине пама хушнă.
(2) Ку ĕçе хатĕрленнĕ чухне, патша çапла хушнине кура, усал тума хĕтĕртекенсем иудей халăхне хирĕçле хаяр элек сарнă: вĕсем патша саккунне пурăнăçлассинчен пăрăнса пурăнаççĕ, тенĕ.
(3) Чăннипе вара, иудейсем патшасене ырă кăмăлпа йышăннă, вĕсемшĕн яланах шанчăклă тăнă; анчах вĕсем Турра хисепленĕ, Унăн саккунĕпе пурăннă, çавăнпа хăш чухне вĕсенĕн пĕр-пĕр йĕркерен пăрăнни те, ăна пачах пăрахăçлани те пулкаланă. Çакна пула ĕнтĕ вĕсем хăшĕсемшĕн тăшман пек туйăннă; ыттисем вара вĕсене, мĕн тĕрĕссине ырăпа тунăран, пурте кăмăлланă.
(4) Çак халăхăн пурăнăç йĕрки ырă пулнипе палăрса тăнă пулин те, ют йăх çыннисем çакна нимĕн вырăнне те хуман. Вĕсем ĕнтĕ уйрăмлăхне çеç — иудейсем Турра урăхла хисепленине, ĕçме-çиме тĕлĕшĕнчен урăхла пулнине — асăрханă: ку çынсем патшана та, патша лартнă пуçлăхсене те пăхăнмаççĕ, вĕсем — кĕвĕç çынсем, патшалăхăн пысăк тăшманĕсем тесе, вĕсене юриех хурласа çÿренĕ.
(5) Хулара пурăннă эллинсем, нихăçан та хăйсене иудейсем кÿрентернине курманскерсем, çак çынсене хирĕç кĕтмен çĕртен пăлхав çĕкленнине, вĕсене хирĕç сасартăках темĕн чухлĕ халăх пуçтарăннине курсассăн, патша хушнине хирĕç каяйманнипе иудейсене пулăшма пултарайман пулсассăн та, вĕсене лăплантарнă, вĕсемшĕн пăшăрханнă, ĕç-пуç улăшăнасса шанса тăнă:
(6) ара, çавăн чухлĕ халăха, пĕр айăпсăр халăха, нимĕн вырăнне те хумасăр тăма юрамастех-çке.
(7) Çав хушăрах иудейсен хăш-пĕр кÿршисемпе тусĕсем тата вĕсемпе суту-илÿ тăвакансем, вĕсене хăшĕсене хăйсем патне пытарса, вĕсене пулăшма, мĕн май килнĕ таран хÿтĕлеме пулнă.
(8) Филопатор вара, вăхăтлăх ăнăçупа мăнаçланса кайса, аслăран та аслă Туррăн ирĕкĕ çинчен шухăшлама пĕлмесĕр, малтанхи шухăшĕнчен чакма шутламан, çапла тумах шухăшланă, вăл иудейсене хирĕç çакăн пек çыру çырнă:
(9) «Птоломей Филопатор патша Египетра пурăнакансене, вырăнти çарпуçсене тата çар çыннисене савăнăçпа сывлăх сунать. Эпĕ хам вара сывах, ĕçсем те пирĕн ăнса пыраççĕ.
(10) Хамăр пуçарнипе Азие кайса çÿренĕ хыççăн,— кĕтмен çĕртен турăсем пулăшнипе тата хамăрăн вăя кура çав çулçÿрев, хамăр шутланă пекех, телейлĕн вĕçленнине эсир хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ,— эпир Келе-Сирипе Финикийăра пурăнакан халăхсене кăрал вăйĕпе мар, хĕрхенсе те чун-чĕререн юратса тытса тăма шухăшларăмăр.
(11) Çул çинчи хуласенче чÿк керменĕсене парне тулăххăн хыва-хыва, эпир Иерусалима çитрĕмĕр, хăйсен ăссăрлăхне нихăçан та пăрахман çак юрăхсăр çынсен сăваплă Çуртне те хисеп тăвас терĕмĕр.
(12) Вĕсем пире сăмахпа хаваслансах йышăнчĕç, чăннипе вара улталарĕç: эпир Турă Çуртне кĕме, ăна хăйне тивĕçлĕ чи паха парнесемпе чыс тума тăрсассăн, вĕсем, хăйсенĕн авалтанхи мăнаçлăхĕпе каппайланса, пире кĕме чарчĕç, эпир вара пур çынна та юратнăран вĕсене ирĕксĕрлемерĕмĕр.
(13) Пире епле курайманнине куçкĕретех кăтартса, ытти халăхсем хушшинчен пĕр вĕсем анчах патшасене, хăйсене ырă тăвакансене çине тăрсах хирĕç тăраççĕ, пĕр тĕрĕс ĕç те тăвасшăн мар.
(14) Эпир вара хамăр çĕнтерсе таврăннă чухне те, кунта Египетра та вĕсен ăссăрлăхне каçарса, халăхсене пурне те çынна юратакан кăмăлпа хапăл туса, мĕн тумаллине кирлĕ пек турăмăр.
(15) Эпир ĕнтĕ вĕсен йăхташĕсем усал тунине асра тытмасăр, çакăн çинчен пурне те пĕлтерсе, улăшăнусем тума шухăш тытрăмăр: вĕсем вăрçăра пирĕншĕн хĕсметре тăнăран тата хамăрăн çемçе кăмăлăмăра кура хăйсене ĕлĕкех шанса панă питех те нумай ĕçре ĕçленĕрен эпир вĕсене Александрия çыннисен прависене те парасшăнччĕ, яланхи чÿк йăли-йĕркине те хутшăнтарасшăнччĕ.
(16) Вĕсем вара, çакна хăйсемшĕн ирсĕрлĕх вырăнне хурса, тата çуралассах усал кăмăллă çуралнипе ыррине йышăнмасăр, ялан начарри енне туртăннăран граждан правине, хаклăран та хаклăскерне, тиркерĕç анчах мар, пире таса чĕререн кăмăллакан йăхташĕсенчен кĕретĕнех те, куç хыçĕнче те йĕрĕнеççĕ, вĕсем, тăрлавсăр пурăнăçпа пурăнакансем, яланах эпир хамăр хунă йĕркесене кĕçех пăрахăçласса ĕмĕтленсе тăраççĕ.
(17) Çавăнпа та эпир, вĕсем кирек хăш самантра та пире хирĕç усал шухăш тытнине пĕлсе çитсе, çапла хăçан та пулин хамăра хирĕç сасартăк пăлхав çĕкленсессĕн, çак усал çынсем пире сутакансем, хаяр тăшманăмăрсем пуласса малтанах курса тăрса,
(18) çапла хушатпăр: çак çырăва илнĕ-илменех эпир асăннă çынсене пур çĕртен те арăмĕсемпе, ачисемпе пĕрле вăйпах, асаплантара-асаплантарах, тимĕрлесе пирĕн патăмăра вĕлерме ăсатмалла: вĕсем пек усал шухăшлă çынсем пĕр шелсĕр те мăшкăл вилĕме тивĕçлĕ.
(19) Вĕсене çапла пĕрре хаса парсассăн, эпир шансах тăратпăр: пулас вăхăтра пирĕн патшалăх ĕçĕсем пĕтĕмпех майлашăнса çитĕç, пирĕн чи лайăх йĕрке пулĕ.
(20) Кам та кам иудейсене хăшне те пулин — ваттине-и, вĕттине-и, кăкăр ачисем таранах — пытарса усрать, çавна пĕтĕм килĕпех пĕр хĕрхенмесĕр пĕтермелле.
(21) Кам та кам хăшне те пулин тупса парать, çавă айăплин еткер мулне тата патша хыснинчен икĕ пин драхма илет, ирĕке тухать, хисепре пулать.
(22) Пытанса пурăнакан иудее тытнă кирек хăш вырăна та пуш-пушă туса хăвармалла, çунтарса ямалла — çав вырăн такамшăн та ĕмĕр-ĕмĕрех ниме юрăхсăр пулмалла» тенĕ. Çыру шухăшĕ çакăн пек пулнă.
4
(1) Ĕнтĕ çапла хушса çырнă çыру çитнĕ вырăнта пур çĕрте те суя тĕнлĕ çынсем халăхпалан ĕçкĕ-çикĕ ирттернĕ, вĕсен чунĕнче тахçанах тымар янă курайманлăх чăрсăррăн тапса тухнăн вĕсем хавассăн кăшкăрашнă.
(2) Иудейсен вара пусăрăнми хурлăх пуçланнă, вĕсем хура куççулĕпе йĕнĕ, ĕсĕкленĕ; хăйсене кĕтмен çĕртен, сасартăк пĕтмелле тунăшăн хурланса ахлата-ахлата йынăшни пур енчен те чĕрене çурасла илтĕнсе тăнă.
(3) Вĕсем хÿхлени, кăшкăрса макăрни хăш хутлăхра кăна, хăш хулара кăна е çын пурăнакан хăш вырăнта кăна, хăш урамра кăна илтĕнмен-ши?
(4) Кашни хуланăн пуçлăхĕсем вĕсене пурне те пĕрле хаяррăн, пĕр хĕрхенмесĕр кăлара-кăлара янă, çак хăрушла тавăрăва курса, пĕтĕм халăх епле асапланнине пăхса тăрса, пурăнăçра улăшу пулма пултарни çинчен шухăшласа, иудейсен тăшманĕсем те хăшĕ-хăшĕ вĕсене çапла усаллăн хăваласа янăшăн хурланса йĕнĕ.
(5) Ĕнтĕ кăвакарнă çÿçлĕ, ватлăхпа йăмшанăран ури вăйĕ юлманнипе пĕкĕрĕлсе аннă ватăсене ушкăнĕпех хăваласа пынă; вăйпах кăларса яма хушнăран вĕсене, намăса пĕлмесĕр, хăвăртрах утма хистенĕ.
(6) Çап-çамрăк хĕрсем, тин çеç каччипе мăшăрланнăскерсем, тин çеç туя ларнăскерсем, чунтан савăнас вырăнне хурланса йĕме пуçланă, сĕрĕшпе сĕрĕннĕрен ырă шăршă саракан çÿçĕ çине кĕл сапнă, ĕнтĕ вĕсене çарамас халлĕнех хăваласа пынă, туй юрри юрлас вырăнне вĕсем, ют йăх çыннисем асаплантарса-хĕнесе пынăран, ыттисемпе пĕрле кăшкăрса макăрнă. Карап çине çитерсе пăрахичченех вĕсене, сăнчăрланăскерсене, тумланнă-тумланманскерсене, пĕтĕм халăх умĕнче хÿтерсе пынă.
(7) Вĕсен мăшăрĕсем вара, чечек кăшăлĕ тăхăнас вырăнне пăявпа мăйкăчланнăскерсем, патвар яшлăх çулĕнчисем, ĕçкĕ-çикĕре ларас, çамрăклăхпа киленес вырăнне авланнă хыççăнхи кунĕсене йĕре-йĕре ирттернĕ — вĕсем ĕнтĕ хăйсенĕн ури айĕнче тамăк уçăлнине курса тăнă.
(8) Вĕсене, тискер кайăксем евĕрлĕн, тимĕрпе сăнчăрласа лартса кайнă: пĕрисене мăйĕнчен сăнчăрласа карап саккинчен кăкарнă пулнă, тепĕрисене уринчен тăлласа çирĕппĕн çыхса лартнă. Унсăр пуçне çÿлтен хулăн урай хăмисем хупласа тăнăран вĕсем патне пĕр çутă та кĕмен, çапла вара пур енчен те тĕттĕм хупăрласа илнĕскерсене мĕн çул тăршшĕпех усал шухăшлă çынсене тытнă пек пăхса пынă.
(9) Вĕсене Схедия ятлă вырăна илсе çитерсессĕн, патша каланипе, тинĕс çулçÿревĕ те вĕçленнĕ; патша иудейсене хула умне, лашасене ăмăртса чуптарма уйăрнă уçă çĕре, тăратма хушнă; çакă анлă çавра вырăнта иудейсене пурин умĕнче те — хулана килекенсем умĕнче те, каялла çĕршыв варринелле каякансем умĕнче те — тĕслĕхшĕн мăшкăл кăтартма питĕ меллĕ пулнă; çапла вĕсене çарпа та çыхăнма паман, пĕр-пĕр кĕтес те пулин паман.
(10) Çапла тунă хыççăн патша, иудейсен йăхташĕсем хăйсенĕн мăшкăллă инкеке лекнĕ тăванĕсемшĕн хуйхăрса тăтăшах хуларан вăрттăн тухса çÿреççĕ тенине илтсессĕн, питех те çилленсе кайнă та кусене те лешĕсене мĕн кăтартнинех кăтартма, лешĕсенчен кая мар асаплантарма хушнă.
(11) Вăл пĕтĕм халăха ятран çырса тухма хушнă: çакăн умĕн нумаях пулмасть вăл иудейсене чура туса йывăр ĕç ĕçлеттерме çыртарса тухма хушнă пулсассăн, халĕ ĕнтĕ вĕсене пĕлтерсе хунă тĕрлĕ асаппалан хĕн кăтартса, юлашкинчен пĕр кун хушшинчех тĕппипе пĕтерсе пăрахма шутланă.
(12) Халăха çырса тухас ĕçе питĕ васкаса, хĕвел тухса хĕвел аничченех çав тĕрлĕ тăрăшса тунă пулин те, ăна хĕрĕх кун хушшинче пĕтĕмпех туса çитерме пултарайман.
(13) Патша вара, виçипе чаракне пĕлмесĕр иртĕхсе, пĕтĕм суя турă кĕлетки умĕнче те ĕçкĕ ирттернĕ, чăнлăхран чылаях пăрăннă ăсĕ-тăнĕпе, ирсĕр чĕлхи-çăварĕпе вăл ĕнтĕ илтме те, калаçма та, пулăшу пама та пултарайманскерсене мухтанă, аслăран аслă Турă пирки вара юравсăр сăмахсем каланă.
(14) Палăртса хунă вăхăт иртсессĕн, çыруçăсем патшана: шутсăр йышлă пулнăран иудейсене эпир çырса тухма пултараймастпăр, тесе пĕлтернĕ; çитменнине тата вĕсем ытларахăшĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ: пĕрисем килĕнчех пурăнаççĕ, тепĕрисем тĕрлĕ вырăна саланса пĕтнĕ, çавăнпа ку ĕçе Египетăн пĕтĕм пуçлăхĕ те туса пĕтереймĕ, тенĕ.
(15) Патша, ку çыруçăсене парнесем парса сутăн илнĕ пулĕ, çавăнпа вĕсем иудейсене асап кăтартасран чееленсе пăрăнаççĕ пулĕ тесе, вĕсене тата хытăрах хăратнă; вара лешĕсен патшана курăмлăн ĕнентерме тивнĕ: çыруçăсем ăна çак ĕç валли хут таврашĕ те, хăмăш калем те çитменнине ĕнентерсе панă.
(16) Çакă вăл иудейсене тÿперен Пулăшаканĕн никам çĕнтерейми ĕçĕ пулнă.
5
(1) Çавăн чухне патша, шутсăр çилленсе кайнăскер, яланхи курайманлăх туйăмĕнчен хăтăлма пултарайманскер, сăлан пăхакан Ермона чĕнтернĕ те ăна тепĕр кунне сăлансене пилĕкçĕрĕшĕпех мĕн май пур таран ытларах латăн çитерме, мĕн тăраничченех шĕветмен эрехпе шăварма, вара, ытлашши ĕçтернипе усалланса çитсен, вĕсене вилме пÿрнĕ иудейсем çине кăларса яма хушнă.
(2) Çавăн пек хушу парса, уйрăмах иудейсемпе тăшманла тăракан тусĕсемпе çар çыннийĕсене чĕнсе, вăл вĕсемпе пĕрле ĕçке тухса кайнă; сăлан пăхакан Ермон вара патша хушнине тĕп-тĕрĕс пурăнăçланă.
(3) Çак ĕçе тума уйăрнисем каçхине хайхи мĕскĕнсен аллине çыха-çыха тухма пуçтарăнса кайнă, ыттисем ĕнтĕ, çĕр çĕрленĕ хыççăн иудейсем пĕтĕмпех пĕтĕç тесе, вĕсене сыхлас ĕçе йĕркеленĕ.
(4) Суя тĕнлисене иудейсем нимĕнле хÿтлĕхсĕр тăрса юлнă пек туйăннă, мĕншĕн тесессĕн вĕсене пур енчен те хаяррăн хĕссе тăнă; кусем вара Пурне те Пултаракан Çÿлхуçана, пур пуçлăх Пуçлăхне, хăйсенĕн хĕрхенекен кăмăллă Туррине, Ашшĕне, тархасласа чĕннĕ, пурте вĕçĕмсĕр куççулĕпе макăрса чĕннĕ — мухтавлăн курăнса, усал шухăш тытнисен ĕçне сирсе яма, хăйсем валли хатĕрлесе хунă вилĕмрен çăлса хăварма тархасланă.
(5) Вĕсенĕн чун-чĕререн тунă кĕлли тÿпене çĕкленнĕ. Ермон, ахаль те чарма çук сăлансене эрехпе латăн панă хыççăн тулăххăн шăварса, ирхине çакăн çинчен патшана пĕлтерме кермене кĕнĕ.
(6) Анчах Турă патшана тарăн ыйха янă пулнă — çакă ырă парнене Вăл мĕн ĕмĕртен кама ярса парас тет, çавна çĕрле те, кăнтăрла та ярса парать.
(7) Турă çапла тунипе тутлă та тарăн ыйха путнăскер, патша ĕнтĕ тума шутласа хунă йĕркесĕр ĕçĕ çинчен те манса кайнă, çирĕп шухăшĕ те пачах пуçран тухса ÿкнĕ.
(8) Иудейсем вара, палăртса хунă сехетрен хăтăлса, хăйсенĕн Сăваплă Туррине мухтанă, татах тархасланă, Вăхăтра Килĕштерекене суя тĕнпе пурăнакан мăнаçлă çынсене Хăйĕн сылтăм аллийĕн пурне те пултаракан вăйне кăтартма йăлăннă.
(9) Тăхăр сехет çурă иртсессĕн, хăна йыхăрас тĕлĕшпе патшана пăхăнса тăраканĕ, чĕннĕ çыннисем пухăнса çитнине кура, патшана вăратма кĕнĕ. Ăна аран-аран вăратса, ĕçкĕ вăхăчĕ иртсе пынине пĕлтернĕ, хăйне хушнă ĕçе йăлтах пурăнăçлани çинчен те каланă. Вăл каланине тăна илсе патша ĕçме ăсаннă, ĕçке килнисене кĕрекене хăйне хирĕçех вырăнаçса ларма хушнă.
(10) Çакна тунă хыççăн вăл ĕçке пухăннисене ĕçкĕн çак тапхăрне питех те савăнăçлăн ирттерме хавхалантарса тăнă.
(11) Вăраха кайнă калаçу вăхăтĕнче патша, Ермона чĕнсе илсе, хыттăн та хаяррăн: иудейсене мĕнле сăлтава пула паянхи куна пурăнса ирттерме май панă? тесе ыйтнă.
(12) Ермон хăйне мĕн хушнине çĕрлех туни çинчен пĕлтернĕ, патша тусĕсем те çавнах çирĕплетсе панă. Патша вара, хаяр чухне Фаларисран та тискерскер, иудейсем манăн паянхи ыйхăма тав тума тивĕçлĕ тенĕ,
(13) «эсĕ вара çав усал иудейсене пĕтермешкĕн сăлансене ыранхи куна та паянхи пекех хатĕрлесе тăрат» тенĕ.
(14) Патша çапла каласассăн, пухăннисем пурте кăмăллăн та хаваслăн хăйсем ăна ырланине пĕлтернĕ, вара кашнийĕ харпăр хăй килне саланнă. Çĕрлехи вăхăта вĕсем çывăрнинчен ытларах пĕр айăпсăрах усал çынсен шутне кĕртнĕ иудейсене мĕнлерех мăшкăл кăтартмалли çинчен шухăшласа ирттернĕ.
(15) Ирхине ирех, автан авăтса ярсанах, Ермон сăлансене анлă картишне хăваласа кăларнă та вĕсене кăралантарса яма тытăннă. Хула халăхĕ, тул çутăласса чăтăмсăррăн кĕтсе, хурлă ĕçе курма ушкăнăн-ушкăнăн кĕпĕрленсе пуçтарăннă.
(16) Чун-чĕрипе çунса тухасла, иудейсем куççулĕ юхтарса, хурлăхлă юрăсем юрласа пĕр вĕçĕмсĕр кĕлтунă, аллисене тÿпенелле çĕклесе, аслăран та аслă Турра каллех хăйсене васкавлăн пулăшу пама тархасланă.
(17) Хĕвел тухса сарăлма та ĕлкĕреймен-ха, патша та хăйĕн тусĕсемпе ларнă-ха — ун умне Ермон пырса та тăнă, патша мĕн ĕмĕтленни йăлтах хатĕрри çинчен пĕлтерсе, ăна тухма чĕннĕ.
(18) Çакна илтсессĕн, хăйне кĕтмен çĕртен тухма чĕннинчен тĕлĕнсе, вăл пурин çинчен те йăлтах манса кайнă та: эсĕ çапла васкавлă тунă ĕç мĕнлескер вара вăл? тесе ыйтнă. Ку ĕнтĕ пуриншĕн те пуç пулса тăракан Турăран килнĕ: Вăл патшанăн ăс-тăнне унччен мĕн шутласа кăларнине йăлтах манăçтармалла тунă.
(19) Ермонпа пĕтĕм тусĕ патшана çапла каласа ăнлантарнă: эй патшамăр! хăв çине тăрсах хушнипе сăлансемпе çара хатĕрлесе тăратнă ĕнтĕ, тенĕ.
(20) Çак сăмахсем патшана питех те тарăхтарса янă,— ĕнтĕ Турă çапла тунипе вăл мĕн шухăшласа хуни пĕтĕмпех арпашăнса кайнă,— патша вара куçĕсене ялкăштарса юнавлăн каланă:
(21) эхер те санăн аçу-аннÿ е ачупăчу пулнă пулсассăн, вĕсем пĕр айăпсăр иудейсем вырăнне — маншăн та, манăн аттесемшĕн те яланах шанчăклă пулнă çынсем вырăнне — тискер кайăкшăн пехетлĕ апат пулатчĕç. Мана чаруллă пулма вĕрентмен пулсассăн, санăн тава тивĕçлĕ ĕçÿсем пулман пулсассăн, вĕсем вырăнне вилĕм аллине эсĕ лекнĕ пулăттăн, тенĕ.
(22) Çак кĕтмен хăрушă юнава илтсессĕн, Ермонăн пичĕ-куçĕ те улăшăнса кайнă; патша тусĕсем вара кашниех унтан питĕ кăмăлсăррăн тухнă, пухăннисене пурне те кашнинех хăйĕн вырăнне янă.
(23) Иудейсем, патшанăн кăмăлĕ çапла ырă енне сулăнни çинчен илтсессĕн, Турра, патшасенĕн Патшине, хăйсене пулăшу панăшăн аслăласа мухтанă.
(24) Патша унчченхи йăлапа каллех ĕçкĕçикĕ тапратнă, хăнисене савăнма-хавасланма хавхалантарнă. Ермона вара чĕнсе илнĕ те хаяррăн: киревсĕр этем, манăн сана пĕр япала пиркиех миçе хутчен хушмалла? Иудейсене пĕтерме ир тĕлне сăлансене каллех хатĕрлесе тăрат, тенĕ.
(25) Вара патшапа пĕрле ларакан тăванĕсем унăн улăшăнса тăракан шухăшĕнчен тĕлĕнсе çапла каланă: патша, эсĕ пире, айван вырăнне хунă пек, нумайччен сăнасшăн-и капла? Ĕнтĕ виççĕмĕш хут иудейсене пĕтерме хушатăн, ĕçне тăвасси патне çитсессĕн вара ху мĕн хушнине каллех пăрахăçа кăларăн-и?
(26) Çакна пула, кĕтсе тăнипе, хула та канăçсăр, ушкăнĕ-ушкăнĕпе халăх пухăнса тулнăран тăтăшах вăрă-хурахла çаратас хăрушлăх та сиксе тухать, тенĕ.
(27) Çакăн хыççăн патша, Фаларис пекех йăлтах ăссăрланса çитсе, кăмăлĕ хушăран-хушă иудейсем майлă çаврăннине нимĕн вырăнне хумасăр,
(28) усаллăн тупа тусах, иудейсене сăлансемпе таптаса-лутăркаса тухса, пĕр тăхтаса тăмасăр тамăка яма хушнă, унтан Иудейăна çарпа кайма, ăна часах вутпа та хĕçпе тĕп тума, хăйне кĕме юраман Çурта вут тĕртсе çунтарма, унта парне кÿрес текенсемшĕн ăна яланлăхах пуш-пушă тăратса хăварма пулнă.
(29) Вара тусĕсемпе тăванĕсем питех те савăнса саланнă та, хăйсем пĕлнĕ пек, хурал тăратма хулари меллĕ вырăнсене çарсем вырăнаçтарса тухнă.
(30) Сăлан пăхакансен пуçлăхĕ вара, çав тискер кайăксене латăнпа хутăштарнă ырă шăршăллă эрехпе шăварса урса каяс патнех çитернĕскер, вĕсем çумне хăрушă вăрçă сăпрайĕ çыхаçыха лартнă, вара ир-ирех — халăх та ушкăнĕ-ушкăнĕпе, хуларан тухса, лашасене ăмăртса чуптармалли вырăна васканă чухне — кермене пынă та патшана ĕнтĕ тумалли ĕç çинчен аса илтернĕ.
(31) Патша, усал шухăш тытса вăйлă çилĕпе тулса çитнĕскер, хĕрхенÿсĕр чĕреллĕ пулнăран иудейсен хурлăхлă та инкеклĕ вилĕмне хăйĕн куçĕпе курасчĕ тесе сăлансемпе пĕрлех тапранса тухнă.
(32) Иудейсем, хапхаран тухнă сăлансене, вĕсемпе пĕрле пыракан кăрал тытнă çара тата йышлă халăх çĕкленĕ тусана курсассăн, хыттăн кăшкăрашнине илтсессĕн, хăйсен пурăнăçĕн юлашки саманчĕ çитрĕ, мĕскĕнленсе кĕтсе тăни вĕçленсе килчĕ тесе шухăшланă.
(33) Вĕсем йĕре-йĕре пĕр-пĕрне чуптунă, кăшкăрса макăрнă, тăванĕсене — ашшĕсем ывăлĕсене, амăшĕсем хĕрĕсене — мăйĕнчен уртăнса ыталанă,
(34) хăшĕсем вара тин çуралнă ачине, юлашки хут ĕмĕртсе, кăкăрĕ çумне пăчăртанă.
(35) Çапах та, унччен хăйсем патне тÿперен пĕрре çеç мар пулăшу аннине асра тытса, вĕсем, ачисене кăкăртан уйăрса, пурте пĕр шухăшлăн çĕре ÿксе пуççапнă,
(36) вара пур тĕрлĕ пуçлăха та тытса тăракан Пуçлăха чунтан-вартан тархасланă, хăйсене, ĕнтĕ тамăк хапхи умĕнчех тăраканскерсене, хĕрхенме, пулăшу пама йăлăннă.
6
(1) Çав хушăра Елеазар ятлă пĕр хисеплĕ ар, çĕршыв священникĕсенчен пĕри, ĕнтĕ ватăлса çитнĕскер, хăйĕн пурăнăçĕнче пайтах ырă тунăскер, хăй тавра тăракан ватăсене сăваплă Турра асăнма чĕнсе çапла кĕлтунă:
(2) «эй пуринчен те вăйлă, пуринчен те хăватлă Патшамăр, пурне те тытса тăракан Туррăмăр, Хăв мĕн пултарнине ырă кăмăлпа йĕркелесе пыраканăмăр! эй Аттемĕр, Авраам вăрлăхĕ çине, тасалăх тивлечĕ кÿнĕ Иаков ачисем çине пăхсамччĕ, Хăвна валли еткерлĕхе илнĕ сăваплă халăху çине — ют çĕр тăрăх çÿрекен, айăпсăрах пĕтекен халăху çине — пăхсамччĕ.
(3) Эсĕ фараона, Египетăн ĕлĕкхи патшине — темĕн чухлĕ çар урапиллĕ, хăйĕн йĕркесĕр чăрсăрлăхĕпе, мăнкăмăллă сăмахĕпе ытла та çĕкленсе кайнăскере — мăнаçлă çарĕпе пĕрле тинĕсе путарса тĕп тунă, Израиль йăхне вара ырăлăхун çутине кăтартнă.
(4) Эсĕ Ассири çĕршывĕн хаяр патшине Сеннахирима — шутсăр йышлă çарĕпе мухтанма юратнăскере, хăйĕн хĕçĕпелен пĕтĕм çĕре парăнтарса тухнăскере, Хăвăн сăваплă хулуна хирĕç çĕкленнĕскере, мăнаçлăхĕпе те чăрсăрлăхĕпе мăшкăлласа калаçакана — Хăвăн хăватна нумай-нумай халăха уççăн кăтартса ураран ÿкернĕ.
(5) Эсĕ Вавилонра виçĕ ачана, ниме тăман йĕрĕхсемшĕн ĕçлес мар тесе пурăнăçне хăйсем ирĕккĕн вут-çулăма панăскерсене, чĕртсе янă кăмакана шыв сапса, çÿç пĕрчийĕ те сиенленми сыхласа хăварнă, çулăмне вара пĕтĕм тăшман еннелле çавăрнă.
(6) Эсĕ Даниила, кĕвĕçÿ элекне пула çĕр шăтăкне арăслансем патне туртса çурма пăрахнăскере, каялла тĕрĕс-тĕкелех илсе тухнă; эй Аттемĕр, Эсĕ Ионăна та — тарăн тинĕсре пурăнакан кит ăшĕнче пĕр шанчăксăр тертленнĕскере — хăйĕн тăванĕсене тĕрĕс-тĕкеллĕн кăтартнă.
(7) Эй кÿрентернĕшĕн Тавăракан, питех те хĕрхенсе пурне те хунтăлакан, халĕ те часрах Израиль йăхĕн çыннисене — суя тĕнлисем, йĕркесĕр пурăнакансем кÿрентерсе çитернĕскерсене — курăнсамччĕ.
(8) Эй Çÿлхуçамăр, эхер те ют çĕрсене куçса кайса пурăннă чухне пирĕн пурăнăçăмăр усаллăхпа тулчĕ пулсассăн, пире тăшман аллинчен хăтарса Хăвна кирлĕ пек вилĕмпе пĕтер пире —
(9) Санăн савнă çыннусем пĕтнишĕн тĕшмĕшлĕ çынсем «вĕсене хăйсен Турри çăлаймарĕ» тесе хăйсенĕн ниме тăман йĕрĕхĕсене ан мухтаччăр.
(10) Эсĕ вара, Ĕмĕрхийĕ, пĕтĕм вăйхăвата тытса тăраканскер, пирĕн çине пăхсамччĕ:
(11) хĕрхенсемччĕ пире — йĕркерен тухнă çынсем ăс çухатса пусахлаççĕ, пире усал шухăшлă çынсене вĕлернĕ пекех вĕлересшĕн.
(12) Эй Мухтавлăран Мухтавлăскер, Иаков йăхне çăлмалли вăя тытса тăраканскер, Санăн çĕнтерме çук хăватна курса, суя тĕнлисем халĕ хăраса тăччăр.
(13) Сана нумай-нумай пĕчĕк ачапа вĕсен ашшĕ-амăшĕ пурте куççулĕпе йăлăнаççĕ: эй Çÿлхуçамăр, Эсĕ пирĕнпе пĕрле пулни, Хăвăн сăнна пирĕнтен пытарманни суя тĕнлисене пурне те курăнса тăтăр;
(14) эй Çÿлхуçамăр, Ху: Эпĕ вĕсене тăшманĕсен çĕрĕнче те пăрахмăп тесе каланă пек тусамччĕ».
(15) Елеазар кĕлтуса пĕтерсессĕнех, патша сăлансемпе тата пĕтĕм хăрушă çарĕпе пĕрле лаша ăмăртса чуптармалли вырăна пырса çитнĕ.
(16) Ăна курсассăн, иудейсем тÿпенелле пăхса хыттăн кăшкăрса йĕре пуçланă, çавна пула çывăхри айлăмсемсенче те ахрăм янăраса тăнă, ĕнтĕ пĕтĕм çар сехĕрленсе ÿкнĕ.
(17) Вара мухтавĕпе аслă Пурне те Тытса Тăракан тата чăн Турă, Хăйĕн сăваплă сăнне кăтартса, тÿпе хапхине уçса янă та, çавăнтан мухтавлă та хăрушă икĕ Ангел аннă; иудейсемсĕр пуçне вĕсем ыттисене пурне те курăнса тăнă.
(18) Вĕсем çар умне тăнă — тăшмансене пăлхантарса, сехĕрлентерсе пăрахнă, ним хускалайми тăлласа лартнă; патша та пĕтĕм кĕлеткипе сиксе чĕтре пуçланă, унăн вĕчĕпе тулнă чăрсăрлăхĕ те сÿннĕ.
(19) Сăлансем вара хăйсене илсе килнĕ кăраллă çар çыннисем енне çаврăннă та вĕсене йăлт таптаса пĕтерсе тăкнă.
(20) Патша ĕнтĕ çилленесси вырăнне хĕрхеннĕ, хăй çакăн умĕн анчах-ха мĕн тума шухăшланăшăн куççулĕ тăкнă:
(21) иудейсем кăшкăрнине илтсессĕн, вĕсем пурте вилме чĕркуçленсе ларнине курсассăн, патша, йĕрсе ярса, хăйĕн тусĕсене хаяррăн юнаса каланă:
(22) эсир хăвăра панă ирĕкпе иртĕхетĕр, хаярлăхăрпа эсир тискер пусмăрçăсенчен те иртсе кайнă; мана хама вара — хăвăра ырă тăвакана — патшаран сирпĕтесшĕн, пурăнăçăма татасшăн хыпкаланатăр, патшалăхшăн усăсăр ĕç тăвасси çинчен вăрттăн каварлашатăр.
(23) Пирĕн çĕршывăн тĕреклĕлетнĕ вырăнĕсене шанчăклă сыхласа пурăннă çынсене, кашнине килĕнчен хăваласа кăларса, кам ăссăрла пухнă кунта?
(24) Мĕн авалтан пирĕншĕн пур тĕлĕшпе те урăх халăхсенчен пуринчен те шанчăклăрах пулнă çынсене, тăтăшах ыттисенчен йывăртан та йывăр хĕн-хур тÿсекенсене, кам-ха пĕр тивĕçсĕртен çакăн пек мăшкăл кăтартать?
(25) Салтăр, салтăр тĕрĕсмарлăх тăллисене, унччен мĕн тунишĕн каçару ыйтса, вĕсене тăнăçлăн хăйсен килне ярăр; тÿпери Пурне те Тытса Тăраканăн, асаттемĕрсен вăхăтĕнчен пуçласа паянхи кунчченех пирĕн патшалăхăмăра вĕçĕмсĕрех ырăлăхпа мухтав парса тăнă чĕрĕ Туррăн, ывăлĕсене ирĕке ярăр.
(26) Çапла каланă патша. Çав самантрах ирĕке янă иудейсем, вилĕмрен хăтăлса, хăйсене Çăлакана — сăваплă Турра — мухтама пуçланă.
(27) Çавăн хыççăн патша, хулана таврăнса, тăкакшăн яваплă çынна чĕнтерсе, иудейсене çичĕ кун хушши эрех тата ĕçкĕ-çикĕ тума мĕн кирлине пĕтĕмпех парса тăма хушнă, вĕсем хăйсем пĕтессе кĕтнĕ вырăнта хăйсем çăлăннăшăн туллин савăнса уяв туччăр тенĕ.
(28) Вара иудейсем, çакăн умĕн анчах-ха мăшкăл тÿссе тамăк çывăхĕнче пулнăскерсем — тĕрĕсрех каласассăн, тамăках аннăскерсем — асаплă та куççуллĕ вилĕм вырăнне çăлăнăç ячĕпе ĕçкĕ-çикĕ ирттерме йышăннă, ĕнтĕ хăйсене вĕлерме хатĕрленĕ вырăнта, хăйсемшĕн масар пулмалли вырăнта, вĕсем, савăнăçлăскерсем, кĕрекене ларнă.
(29) Хурлăхлă хÿхлев юррине манса, вĕсем Израиле Çăлакана, Хăват кăтартакан Турра мухтаса, ашшĕсенĕн юррине юрлама пуçланă, вара пĕтĕм хуйхă-суйхăпа куççуле сирсе ярса, тăнăçлă савăнăçа палăртса, ушкăнăн-ушкăнăн тăрса юрланă.
(30) Патша та, çак сăлтавпа пысăк ĕçкĕ пухса, иудейсене мухтавлă та чаплă çăлăнăç панăшăн тÿпене тав тунă.
(31) Иудейсене пĕтме суннисем, вĕсене çăткăн вĕçен кайăксене апат вырăнне пăрахса пама хатĕр тăнисем, вĕсене хаваспах шута илсе çырса тухнисем, халĕ ĕнтĕ намăсланса, ахлатсах хуйхăрма пуçланă, вĕсенĕн вут сирпĕтсе тăнă чăрсăрлăхĕ мăшкăла юлса сÿнсе ларнă.
(32) Иудейсем вара, эпир каланă пек, ушкăнпа йĕркеленсе тăрса, уява савăнăçлăн мухтав юррисемпе псаломсем юрласа ирттернĕ.
(33) Вĕсем халăхпа çакăн пек йĕрке те хунă: хăйсем пурăнакан çĕрте пур вырăнта та çак кунсене сыпăкран сыпăках хаваслăн уявласа ирттермелле, ăна виçесĕр ĕçсе çимешкĕн мар, хăйсене Турă панă çăлăнăçа асăнмашкăн тумалла.
(34) Çавăн хыççăн вĕсем патша умне пырса тăнă та хăйсене килне яма ыйтнă.
(35) Вĕсене пахон уйăхĕн çирĕм пиллĕкмĕш кунĕнчен пуçласа епиф уйăхĕн тăваттăмĕш кунĕччен, хĕрĕх кун хушшинче, шута илсе çырса тухнă пулнă; пĕтерессе вара вĕсене епиф уйăхĕн пиллĕкмĕш кунĕнчен пуçласа çиччĕмĕшĕччен, виçĕ кун хушшинче, пĕтерсе пăрахма палăртнă; çав кунсенче ĕнтĕ пуринĕн те Патши мухтавлă майпа Хăйĕн ырăлăхне кăтартнă: вĕсене чĕррĕн-сыввăн çăлса хăварнă.
(36) Вĕсем патша мĕн кирлине пĕтĕмпех парса тăнипе вунтăваттăмĕш кунччен уяв тунă, вара çав кунхине килне кайма ирĕк ыйтнă.
(37) Патша, вĕсене ирĕк парса, пĕтĕм кăмăлтан вĕсем майлă пулса, хăй алă пусса, хула пуçлăхĕсем патне çакăн пек çыру çырса янă:
7
(1) «Птоломей Филопатор патша Египет пуçлăхĕсене тата ĕçе лартнă çынсене пурне те савăнăçпа сывлăх сунать. Эпир хамăр та, пирĕн ачасем те сывă тăратпăр, мĕншĕн тесессĕн аслă Турă пире ĕçĕмĕрте, хамăр кăмăл тунă пекех, вăхăтра пулăшса пырать.
(2) Пирĕн хăшпĕр туссем, тăтăшах усал шухăш тытса, патшалăхăмăрта пурăнакан иудейсене пурне те пĕрле пухса, сутăнчăксене тĕп тунă пек, нихăçан пулманла асаплантарса вĕлерме сĕнетчĕç, ÿкĕтлетчĕç,
(3) тата çапла хушса калатчĕç: çакна тумасассăн, иудейсем пур халăха та кураймасăр тăнăран пирĕн патшалăх ĕçĕсем нихăçан та лайăхланса йĕркене кĕреймĕç, тетчĕç.
(4) Шăпах çавсем ĕнтĕ иудейсене, чурасене илсе килнĕ пек, тĕрĕсрех каласассăн, элек сарса айăпа кĕнĕ çынсене илсе килнĕ пек, сăнчăрласа, вăйпах илсе килчĕç, вара вĕсене, тĕлли-паллине пăхса тухмасăрах, тĕпчесе тăмасăрах, скифсен йăлинче те пулман мелпе хаяррăн асаплантарса вĕлерсе тăкасшăнччĕ.
(5) Эпир апла тума хытарсах чарса лартрăмăр, вара пур çынна та кăмăллакан йăламăрпа вĕсен пурăнăçне сыхласа хăвартăмăр; çÿлти Турă иудейсен шанчăклă хÿтлĕхĕ пулнине, Вăл, ашшĕ ывăлĕсемшĕн тăрăшнă пек, яланах вĕсен хутне кĕнине пĕлсессĕн, тата вĕсем хамăрпа та, пирĕн асаттемĕрсемпе те ялан ырă пулнине шута илсе, эпир, тÿрĕ кăмăллă пулса, вĕсене кирек мĕнле айăпласран та хăтартăмăр,
(6) вара пурне те, кашни çыннинех, килне таврăнма хушрăмăр, çапла хăйсен айăпĕсĕр пулса иртнĕ пăтăрмахшăн вĕсене нихăçта та никам та нимĕншĕн те ан кÿрентертĕр, ан ÿпкелетĕр терĕмĕр.
(7) Пĕлсех тăрăр: эхер те эпир вĕсене хирĕç мĕнле те пулин усал ĕç тусассăн е кÿрентерес пулсассăн, пире хирĕç тăраканĕ этем мар пулĕ, пирĕн пĕтĕм ĕçĕмĕршĕн яланах тавăрса тăраканни пур пуçлăха та тытса тăракан çÿлти Турă пулĕ. Сывлăхлă пулăр» тенĕ.
(8) Иудейсем çак çырăва илнĕ-илменех çула тухма васкаман-ха, вĕсем патшаран иудейсен йăхĕнченех тухнă, анчах сăваплă Турра тата Турă саккунне пăрахнă çынсене хаса памашкăн хăйсене ирĕк пама ыйтнă,
(9) ыйтнă майăн çапла хушса каланă: Турă хунă йĕркесенчен хырăм туттишĕн иртекенсем патша тытса пыракан ĕçе те нихăçан та ырăпа кăмăлламĕç, тенĕ.
(10) Патша вĕсем тĕрĕсех каланине курнă та вĕсене ырланă, вара Турă саккунĕнчен иртнисене хăй патшалăхĕн кирек хăш вырăнĕнче те пĕр чăрмавсăр, патша уйрăммăн ирĕк памасăрах е ятарласа тĕрĕслемесĕрех пĕтерме ирĕк панă.
(11) Вара, ăна тивĕçлипе тав туса, священниксемпе пĕтĕм халăх йышĕ «аллилуия» юрласа янă та хавасланса çула тапранса тухнă.
(12) Çул çинче хăйсен ирсĕрленнĕ йăхташĕсене тĕл пулсассăн, вĕсене кирек хăшне те, ыттисем пĕлсе тăччăр тесе, хаса парса, вĕлерсе хăварнă.
(13) Çав кунхине вĕсем виççĕр çын ытла вĕлернĕ, ирсĕр çынсене вĕлернĕшĕн савăннă.
(14) Хăйсем вара, мĕн виличченех Турăпа пĕрле пулса, çăлăнса юлнăшăн чунтан-вартан савăнса, ырă шăршăллă тĕрлĕ чечек кăшăлĕ тăхăнса янăскерсем, хавасланса, шавласа, мухтаса, янăравлă юрăсем юрласа, ашшĕсенĕн Туррине, Израиле ĕмĕр-ĕмĕр Çăлакана, тав туса хуларан çĕкленсе тухнă.
(15) Пурте пĕрле килĕшсе татăлнипе хăйсене çичĕ кун хушши карапсем кĕтсе тăнă Птолемаидăна — вырăнне кура Родофор [роза ÿстерекен] теекен çĕре — çитсессĕн вара
(16) вĕсем унта çăлăнăç ĕçки ирттернĕ, мĕншĕн тесессĕн патша вĕсене пурне те харпăр хăй килне çитичченех кашнине мĕн кирлине ытлăн-çитлĕн панă пулнă.
(17) Çак вырăна тăнăçлăн, тав кĕллисем туса çитсессĕн, вĕсем хăйсем кайиччен кунта та çак кунсене савăнăçлăн уявлама йышăннă.
(18) Çак кунсене малашне те уявлама йышăнса, вĕсем çакăн çинчен юпа çине çырса хăварнă, хăйсем ĕçкĕ ирттернĕ вырăн вара кĕлтумалли вырăн пулмаллине çирĕплетсе, вĕсем — тĕрĕс-тĕкелскерсем, ирĕклĕскерсем, çав тĕрлĕ савăнăçлăскерсем, патша хÿттипе пыраканскерсем — малалла типĕ çĕрпе, тинĕспе, юханшыв тăрăх кашнийĕ харпăр хăй килне кайнă. Çавăн чухне вĕсем унчченхинчен те пысăкрах вăй илсе мухтава тухнă, хăйсен çĕрĕнче никам хĕсĕрленине пĕлмесĕр пурăнса, тăшмансемшĕн хăрушă халăх пулса тăнă,
(19) унччен туртса илнĕ пурлăхĕсене вĕсене йăлтах сехĕрленсех хут тăрăх каялла тавăрса панă, мĕншĕн тесессĕн Аслăран та Аслă Турă вĕсене çăлмашкăн аслăран та аслă ырăлăхсем кăтартнă.
(20) Израиле Çăлакан ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă! Аминь.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓