Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Маккавейсен Иккĕмĕш Кĕнеки
1
(1) Египетри иудей тăванăмăрсене савăнăç сунатпăр; Иерусалим хулинчи, пĕтĕм Иудея çĕршывĕнчи тăванăрсем телейлĕ тăнăçлăх сунаççĕ.
(2) Турă сире ырăлăх патăр, Хăйĕн шанчăклă чурисемпе Авраампа, Исаакпа тата Иаковпа хывнă Хăйĕн халалне асăнсах тăтăр!
(3) Сире пурсăра та Хăйне хисеплекен, Хăйĕн ирĕкне пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшса пурăнăçа килтерекен чĕре патăр!
(4) Сирĕн чĕрĕре Хăйĕн саккунĕпе йĕркисене туса тăма уçтăр, тăнăçлăх парнелетĕр!
(5) Эсир кĕлтунине илтех тăтăр: сирĕншĕн ырăлăх тутăр, инкек-синкек вăхăтĕнче сире ан пăрахтăр!
(6) Халĕ эпир кунта сирĕншĕн çапла кĕлтăватпăр.
(7) Димитрий патшара ларнă чухне, çĕр утмăл тăххăрмĕш çулта, Иасон хăйпе пĕр шухăшлă çынсемпе пĕрле сăваплă çĕрпе патшалăхран хăпсассăн, хамăр хурлăх та асап тÿснĕ çулсенче эпир, иудейсем, сирĕн патăра çыру çырса янăччĕ.
(8) Вĕсем хапхасене çунтарса ячĕç, айăпсăр юн тăкрĕç. Çавăн чухне эпир Çÿлхуçана кĕлтурăмăр та, Вăл пире илтрĕ, эпир выльăх пусса парне кÿтĕмĕр, тырă-пулă парни кÿтĕмĕр, çутаткăçсем çутрăмăр, Турă умне çăкăрсем хутăмăр.
(9) Халĕ вара, хаслев уйăхĕнче, хÿшĕ уявĕ ирттерĕр. Çĕр сакăрвун саккăрмĕш çул.
(10) Иерусалим хулипе Иудея çĕрĕнче пурăнакансемпе аслă çынсем тата Иуда — Аристовула, Птолемей патшана вĕрентнĕскере, çу сĕрнĕ священниксен йăхĕнчен тухнăскере, тата Египетри иудейсене савăнăçпа сывлăх сунаççĕ.
(11) Эпир, хамăра Турă пысăк хăрушлăхсенчен çăлса хăварнăскерсем, хамăр та патшана хирĕç çапăçма хатĕрскерсем, Ăна савăнăçлăн тав тăватпăр,
(12) мĕншĕн тесессĕн Вăл сăваплă хула çине вăрçăпа çĕкленсе килнисене хăваласа ячĕ.
(13) Патшапа унăн çĕнтерме май çук пек туйăннă çарĕ Персие кайсассăн, вĕсене Нанейăн чÿк çуртĕнче Нанея апăсĕсен ултавĕ урлă пĕтерсе тăкнă:
(14) Антиох, Нанейăпа пĕрлешме тенĕ пек, çав вырăна пырсассăн, унпа пĕрле килнĕ тусĕсем вара хулăм укçи илме пырсассăн,
(15) çав укçана вĕсене Нанея апăсĕсем сĕннĕ; çапла Антиох пысăках мар ушкăнпа чÿк çуртне шала кĕнĕ, лешĕсем вара Антиох кĕнĕ-кĕменех çуртне питĕрсе илнĕ,
(16) унтан, маччари вăрттăн шăтăка уçса, чулпа пеме тытăннă, патшана та, унпа пĕрле пулнисене те вĕлернĕ, вакласа, пуçне касса вĕсене урамра тăракансем
умне кăларса пенĕ.
(17) Усал çынсене пĕтернĕ Туррăмăр пур тĕлĕшрен те мухтавлă.
(18) Çапла вара, хаслев уйăхĕн çирĕм пиллĕкĕмĕш кунĕнче Турă Çуртне тасатса уяв ирттерме шутларăмăр, Неемия Турă Çурчĕпе парне вырăнĕ туса лартсассăн парне кÿнĕ пек, эсир те хÿшĕ тата вутçулăм уявĕ ирттерччĕр тесе, эпир сире çакăн çинчен пĕлтерес терĕмĕр.
(19) Пирĕн аттемĕрсене Персие илсе кайсассăн, таса пурăнакан священниксем парне вырăнĕ çинчен вăрттăннăн вут-çулăм илнĕ те шыв типнĕ пусă тĕпне пытарнă, ăна унта шанчăклăн упраса хăварнă, мĕншĕн тесессĕн çав вырăна никам та пĕлмен.
(20) Нумай çул иртсессĕн, Турра çырлахтаракан вăхăт çитсессĕн, Перси патши янипе килнĕ Неемия çав вут-çулăма илмешкĕн ăна пытарнă священниксен тăхăмĕсене янă. Пире вут-çулăм тупăнманни çинчен, пусăра çăра шыв анчах тăни çинчен пĕлтерсессĕн,
(21) Неемия вĕсене çав шыва ăсса килме хушнă; кайран, парнесем хатĕрлесе çитерсессĕн, Неемия священниксене çав шывпа парнесем айĕнчи вутта тата ун çине мĕн хунине сирпĕтсе тухма хушнă.
(22) Çакна туса пĕтерсессĕн, унччен пĕлĕтсем хупласа тăнă хĕвел çутатса янă, вара, пурне те тĕлĕнтерсе, пысăк çулăм хыпса илнĕ.
(23) Парне çуннă вăхăтра священниксем кĕлĕ туса тăнă, священниксем те, пурте; Ионафан пуçласа пынă, ыттисем, Неемия хăй те, хушса юрласа тăнă.
(24) Кĕлли çапла пулнă: «Эй Çÿлхуçа, эй Çÿлхуçа Туррăмăр, Пурне те Пултарнă Турă, хăрушă та вăйлă, тÿрĕ те хĕрхенекен кăмăллă, пĕртен-пĕр Патша, ырăлăх кăтартакан,
(25) пĕртен-пĕрех пурне те паракан, пĕртен-пĕрех тÿрĕ те пурне те пултаракан, ĕмĕрех пур Турă, Израиле мĕнпур усаллăхран çăлса пыракан, аттемĕрсене суйласа илнĕ, вĕсене тасалăх тивлечĕ кÿнĕ Туррăмăр!
(26) Çак парнене Хăвăн пĕтĕм халăхушăн — Израильшĕн — йышăнсам, Хăвăн еткерне сыхласа хăварсам, тасатсам ăна;
(27) пире, саланса кайнăскерсене, пуçтарсам, суя тĕнлисен пусмăрĕнчисене ирĕке кăларсам, мăшкăла юлнисене, хурлăх куракансене хĕрхенсем — суя тĕнлисем Эсĕ пирĕн Турă иккенне пĕлччĕр;
(28) пире мăнаçланса хĕсĕрлекенсемпе кÿрентерекенсене хытă айăпла;
(29) Моисей каланă пек, Хăвăн халăхна Хăвăн сăваплă вырăнна вырăнаçтар».
(30) Священниксем çав вăхăтра мухтав юррисем юрласа тăнă.
(31) Парнине çунтарса ярсассăн, Неемия юлнă шывпалан пысăк чулсене сапма хушнă.
(32) Çакна тунă-туманах çулăм хыпса илнĕ, анчах парне вырăнĕнчен ялкăшса тухнă çутăра вăл çавăнтах çухалнă.
(33) Çакăн çинчен хыпар сарăлсассăн, куçарса килнĕ священниксем пытарса хăварнă вут-çулăм вырăнĕнче шыв пулса тăни çинчен, Неемийăпа унăн çыннисем çав шывпалан парнесене тасалăх тивлечĕ кÿни çинчен перссен патшине пĕлтерсессĕн,
(34) ĕçе тĕпчесе пĕлнĕ хыççăн патша çак вырăн пирки «ку сăваплă вырăн» тесе ун тавра карта тытма хушнă.
(35) Кăмăлне килнĕ çынсене патша хăй илсе тăнă парнесене нумай валеçе-валеçе панă.
(36) Неемия çыннисем çак вырăна Нефтар тесе ят панă, ку «тасални» тенине пĕлтерет; чылайăшĕ вара ăна Нефтай тет.
2
(1) Çапла çырса хăварни пур: куçарса каякансене Иеремия пророк хăйсемпе пĕрле вут-çулăм илсе кайма хушнă,
(2) куçарса каякансене саккун парса, пророк вĕсем Çÿлхуçа хушнине ан манччăр, суя турăсен ылтăн-кĕмĕл кĕлеткисене, вĕсен эрешĕсене курса хăйсен ăсне ан арпаштарччăр тенĕ.
(3) Çакăн евĕрли çинчен тата каласа, Иеремия вĕсене саккуна хăйсен чĕринчех упрама ÿкĕтленĕ.
(4) Çырса хăварнисенче тата çакăн пек калани те пур: Турă уçса панипе, çак пророк ту çине хăпарнă чухне хăй хыççăн кĕлĕ чатăрĕпе саккун арчине çĕклесе пыма хушнă; Моисей шăпах çак ту çине улăхсассăн Турă паракан еткере курнă пулнă.
(5) Унта çитсессĕн, Иеремия ту хушăкĕнче пурăнма юрăхлă вырăн тупнă та кĕлĕ чатăрĕпе саккун арчине тата ырă шăршă тĕтĕрмелли парне вырăнне çавăнта илсе кĕнĕ, кĕрсе-тухса çÿремелли шăтăкне хупласа хăварнă.
(6) Пророкпа пĕрле пулнисенчен хăшĕ-пĕри кайран çав шăтăка паллă туса хăварма пырсассăн ăна тупайман.
(7) Иеремия, çакăн çинчен пĕлсессĕн, вĕсене ÿпкелесе каланă: «Турă, хĕрхенсе, пĕтĕм халăха пĕрле пуçтариччен ку вырăн паллă пулмĕ.
(8) Çавăн чухне ĕнтĕ Çÿлхуçа ăна кăтартĕ, вара Çÿлхуçа мухтавлăхĕ курăнĕ, Моисей вăхăтĕнчи пек, пĕлĕт те курăнĕ, Соломон ыйтнă пекех, çав вырăн уйрăмах сăваплă пулĕ» тенĕ.
(9) Çырса пынисенче Соломон, ăслăлăхĕпе тĕлĕнтерекенскер, Турă Çуртне туса лартнă ятпа парне кÿрсе, ăна çапла тасатса çитерни çинчен те каланă.
(10) Моисей Çÿлхуçана кĕлтунă чухне тÿперен вут-çулăм анса парнене çунтарса янă пекех, Соломон кĕлтунă чухне те вут-çулăм аннă та пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿрекен парнесене çунтарса янă.
(11) Моисей каланă: «çылăх парнине çименнипе ăна çулăм çинĕ» тенĕ.
(12) Çавăн пекех Соломон та сакăр кун хушши савăнăçлă уяв ирттернĕ.
(13) Çырса пынисенче тата Неемийăн асаилÿ кĕнекисенче çакăн пек калани пур: Неемия кĕнеке пуххи йĕркеленĕ майăн патшасен кĕнекисемпе пророксен кĕнекисене, Давид кĕнекине тата мĕнле парнесем кÿни çинчен калакан патшасен çырăвĕсене пуçтарни çинчен каланă.
(14) Çавăн пекех Иуда та пирĕн патăмăрта пулса иртнĕ вăрçă-харçăна пула çухалнă хутсене пĕтĕмпех пуçтарнă, вăл та пур пирĕн.
(15) Çапла вара, çакă сире кирлĕ пулсассăн, çынсем ярăр та, вĕсем илсе çитерĕç.
(16) Эпир Турă Çуртне тасатса уяв ирттерме шухăшлани çинчен сире çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ; эсир те çав кунсене уявласа аван тунă пулăттăрччĕ.
(17) – (18) Турă вара, саккун урлă сăмах панă пек, Хăйĕн пĕтĕм халăхне сыхласа хăварчĕ, пурне те еткерлĕхне, патшалăхне, священниксен тивĕçлĕхне тата тасалăх тивлетне тавăрса пачĕ,— эпир Турра шанатпăр,— кĕçех Вăл пире каçарĕ те тĕнчипе сапаланса пĕтнĕскерсене сăваплă вырăна пуçтарĕ:
(19) Вăл ĕнтĕ пире пысăк инкексенчен хăтарса хăварчĕ, аслă вырăна тасатрĕ.
(20) Иуда Маккавейпе унăн тăванĕсен ĕçĕсем çинчен, Туррăн аслă Çуртне тасатни тата парне вырăнне çĕнетни çинчен,
(21) çавăн пекех Антиох Епифана хирĕç тата унăн Евпатор ятлă ывăлне хирĕç вăрçнă вăрçăсем çинчен,
(22) иудейсемшĕн питĕ тăрăшнă çынсене тÿперен курăннă хăватсем çинчен, çав çынсем шутсăр сахаллăн пулнă пулин те, тăшмансен йышлă эшкерĕсене хăваласа пĕтĕм çĕршыва тасатни çинчен,
(23) пĕтĕм тĕнчипе чапа тухнă Турă Çуртне çĕнĕрен туса лартни çинчен, хулана ирĕке кăларни, пĕтсе ларас вĕçне çитнĕ саккунсене Çÿлхуçа хăйсене питĕ хĕрхеннипе каçарнă хыççăн çĕнĕрен чĕртсе яни çинчен —
(24) çакăн çинчен пурин çинчен те Киринея çынни Иасон пилĕк кĕнекере çырса панă. Эпир вара пĕр кĕнекере кĕскен каласа кăтартма тăрăшăпăр.
(25) Пулни-иртни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа парас кăмăллисен умне темĕн чухлĕ шут-хисеп тата йывăрлăх тухса тăрассине пĕлсе,
(26) эпир вулас теекенсен чунне хускатас, асра тытса юлас теекенсен ĕçне çăмăллатас тата вулама тÿр килнисене пурне те усă кÿрес тесе тăрăшрăмăр;
(27) пирĕншĕн, кĕскетсе çырас ĕçе хамăр çине илнисемшĕн, ку çăмăл ĕç мар пулин те, вăл хастарлăхпа тимлĕх ыйтать пулин те тăрăшрăмăр —
(28) çынсене усă тăвас тесе ĕçкĕ-çикĕ хатĕрлекене çăмăл мар-çке. Анчах нумайăшĕ тав тăвасса шута илсе, эпир çак ĕçе кăмăлпах хамăр çине илетпĕр,
(29) эпир историксем валли вак-тĕвекне те тĕплĕн çырса хăвартăмăр, чи кирлине кĕскен те уçăмлăн калама тăрăшрăмăр.
(30) Çĕнĕ çурт тăвакана пĕтĕм çурт-йĕр пирки тимлеме тивет, касса эрешлекенпе ÿкерчĕк тăваканăн вара илемлĕх валли мĕн кирлине шырама тивет, эпир те хамăр пирки çапла шутлатпăр.
(31) Ĕç çинчен чи малтан çырса кăтартаканăн пĕтĕмпех тарăн кăтартмалла, кашни вак-тĕвеке тĕпчемелле.
(32) Кĕскетсе çыраканăн вара кĕскен те уçăмлăн çырмалла, вак-тĕвек шыравран пăрăнмалла.
(33) Çапла вара, çакăнта мĕн каланипе килĕшÿллĕн, тÿрех каласа пама тытăнар, мĕншĕн тесессĕн умсăмахне сарса яни, ĕçĕ çинчен çырнине кĕскетни вырăнлă мар.
3
(1) Сăваплă хулара тăнăçлăн пурăннă чухне, саккуна тимлĕн тытса тăнă чухне аслă священник Ония Турра хисеплесе усала тÿртĕн тăнăран
(2) çак вырăна патшасем хăйсем те чысланă, вĕсем Турă Çургне питех те паха парнесем кÿрсе мухтавлани те пулкаланă, Зçавна май Ази патши Селевк та парне кÿме каякан пĕтĕм тăкака саплаштарма хăйĕн тупăшĕнчен кирлĕ чухлех парса тăнă.
(4) Анчах Вениамин йăхĕнчен тухнă Симон ятлă пĕр çын, Турă Çуртне пăхса тăма лартнăскер, хулара саккунсене пăсни пирки аслă священникпа тава кĕрсе кайнă.
(5) Вăл Онияна çĕнтерме пултарайман та Фрасейĕн Аполлоний ывăлĕ патне кайнă, лешĕ çав вăхăтра Келе-Сирипе Финикия çарпуçĕнче тăнă,
(6) Симон ăна Иерусалимри мул управăшĕнче пуянлăх ниçта шăнăçайми тулса ларнине, çавăн пекех укçа та шутсăр нумай пуçтарăнса çитнине пĕлтернĕ, çавăнпа вĕсен парнисен тăкакне те саплаштарма кирлĕ мар, вĕсен мулĕпе патша усă курма пултарать тенĕ.
(7) Аполлоний вара патшапа курăнăçнă та ăна çак пуянлăх çинчен каласа панă, лешĕ патшалăх ĕçĕсене туса пыма лартнă Илиодора чĕнтернĕ те асăннă пуянлăха тиесе тухма хушнă.
(8) Илиодор, Келе-Сирипе Финикия хулисене пăхса çаврăнатăп тесе, тĕрĕссипе вара патша хушнине тумашкăн, çийĕнчех çула тухнă.
(9) Иерусалима çитсессĕн, хăйне хулан аслă священникĕ хапăллăн йышăннă хыççăн, вăл патша мĕн хушса янине тата хăй мĕн ĕçпе килнине пĕлтернĕ, çав хушăрах: пуянлăхĕ-мулĕ чăнах та çаплах-и? тесе ыйтнă.
(10) – (11) Аслă священник усал Симон элекленĕ пек мар, пачах урăхла пулнине кăтартса панă: ку пуянлăх — пĕтĕмпех тăлăх арăмсемпе тăлăх ачасем упрама шанса панă пурлăх, пĕр пайĕ — питĕ паллă çыннăн, Товия ывăлĕ Гирканăн, пурлăхĕ; мĕнпурĕ тăватçĕр талант кĕмĕл, икçĕр талант ылтăн;
(12) вăл: сăваплă вырăна, пĕтĕм тĕнчипех хисепе хуракан Турă Çуртне, никам та тĕкĕнес çук тесе шанса тăракансене ниепле те кÿрентерме юрамасть, тенĕ.
(13) Анчах Илиодор, патша хушнине асра тытса, çине тăрсах: ку пуянлăха патша хыснине хумалла, тенĕ.
(14) Малтанах палăртса хунă кун вăл çакна пăхса çаврăнмашкăн Турă Çуртне кĕрсессĕн пĕтĕм хула пăлханса ÿкнĕ.
(15) Турă умне тăмалли тумтир тăхăннă священниксем, парне вырăнĕ умне ÿксе, тÿпенелле пăхса тархасланă: сăваплă Çурта шанса панă пурлăх çинчен калакан саккунне Параканĕ ăна çавăнта хунă çынсемшĕн тĕрĕс-тĕкел сыхласа хăвартăрччĕ тесе кĕлтунă.
(16) Аслă священник сăнне куракан кашни çыннăн чунĕ ырата-ырата кайнă, мĕншĕн тесессĕн сăнран ÿкнĕскерĕн пичĕ-куçĕнче вăл мĕн тери шуйханни çиелех тухнă.
(17) Сехĕрленсе ÿкнĕскерĕн пĕтĕм ÿчĕ-пĕвĕ чĕтренĕ, çакăнтан унăн чун-чĕри епле асапланни курăнса тăнă.
(18) Хăшĕсем халăхпа пĕрле кĕлтумашкăн килĕнчен йышĕпех чупа-чупа пынă, мĕншĕн тесессĕн сăваплă вырăнăн мăшкăл курасси çитнĕ;
(19) кăкăрне хуйхă тумĕпе туртса çыхнă хĕрарăмсем урамра ушкăнăн-ушкăнăн пуçтарăнса тăнă; килте ларакан хĕрсем хăшĕ хапха патне чупа-чупа тухнă, тепĕри хÿме çине хăпарнă, хăшĕ тата чÿречерен пăхнă,
(20) пурте аллисене çÿлелле çĕклесе кĕлтунă.
(21) Тĕрлĕ халăх пĕр харăс çĕре ÿкнине, аслă священник шалтах аптăраса тăнине курсассăн кăмăл та çемçелнĕ.
(22) Турă Çуртне шанса хунă пурлăха çавна паракансемшĕн тĕрĕс-тĕкел сыхласа хăварма вĕсем Пурне те Тытса Тăракан Турра тархасланă.
(23) Илиодорĕ вара хăйĕн ĕçнех тунă.
(24) Вăл кăрал тытнă çынсемпеле мул управăшне кĕрсессĕн, аттемĕрсен Çÿлхуçи, пур вăя та Тытса Тăракан, хăватлă паллă кăтартнă, Илиодорпа пĕрле кĕме хăйнисем Турă хăватĕнчен хăранипе хавшанса сехĕрленсех ÿкнĕ:
(25) вĕсене ĕнтĕ хăрушă юланутçă утланнă урхамах, илемлĕ вителĕкпе витнĕскер, курăннă: вирхĕнсе пырса, вăл Илиодора малти чĕрнипе амантса хăварнă, ун çинче ларса пыраканни вара ылтăн кăрал тытнă пек курăннă.
(26) Вĕсене тата икĕ яш ача курăннă — вăй вĕресе тăракан, сăн-питрен питех те илемлĕ, чаплă тумланнă яшсем пулнă вĕсем; çавсем иккĕн икĕ енне тăрса Илиодора пĕр вĕçĕм хĕненĕ, суранлатса пĕтернĕ.
(27) Лешĕ ĕнтĕ сасартăк çĕре кайса ÿкнĕ, ăна тĕттĕмлĕх хупăрласа илнĕ, вара ăна çĕклевĕç çине хунă.
(28) Тин кăна хăй таврашĕнчи пысăк ушкăнпа, сыхлавçăсемпе пĕрле мул управăшне кĕнĕскере хевтесĕр çынна çĕкленĕ пек çĕклесе тухнă, ĕнтĕ вăл Туррăн хăватне лайăх пĕлсе илнĕ.
(29) Турă вăйĕ ăна калаçайми туса, çăлăнас шанчăксăр тăратса хăварнă.
(30) Халăх вара Хăй пурăнакан вырăнне чапа кăларнă Çÿлхуçана тав туса мухтанă; çакăн умĕн халь çеç пурте хăраса, сехĕрленсе тăнă пулсассăн, Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçа курăннă хыççăн вара Турă Çурчĕ савăнăçпа, хаваслăхпа тулнă.
(31) Кĕçех Илиодорăн çывăх çыннисем хăшĕ-пĕри Ония патне пынă та ăна кĕç-вĕç сывлăшĕ тухса каясла выртакана пурăнăç патăрччĕ тесе Çÿлти Турра кĕлтума йăлăннă.
(32) Аслă священник, патша иудейсем Илиодора хирĕç мĕнле те пулин усал шухăшлă ĕç тунă тесе шутлама пултарасран шикленсе, унăн çăлăнăçĕшĕн парне кÿнĕ.
(33) Аслă священник çырлахтару парни кÿнĕ вăхăтра паçăрхи яш ачасем — вĕсем унчченхи чаплă тумĕпех пулнă — каллех Илиодора курăннă та ун умне тăрса каланă: аслă священника Онияна хытă тав ту, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçа сана пĕр уншăн пурăнăç пачĕ;
(34) эсĕ вара, Вăл хаса панине тÿссе курнăскер, пурне те Туррăн аслă вăйĕ çинчен каласа пĕлтер, тенĕ. Çакна каласассăн вĕсем курăнми пулнă.
(35) Илиодор Çÿлхуçана парне кÿрсе, хăйĕн пурăнăçне Сыхласа Хăваракана нумай тĕлĕшрен сăмах парса, Онияна тав туса çар çыннисемпе пĕрле патша патне таврăннă,
(36) пурин умĕнче те Аслă Туррăн ĕçĕсем çинчен, хăй куçĕпе хăй курни çинчен, каласа кăтартнă.
(37) Патша Илиодортан: тепĕр хут Иерусалима яма юрăхли кам пулма пултарĕ тесе ыйтсассăн, вăл çапла хуравланă:
(38) санăн мĕнле те пулин тăшман е санăн патшалăхна хирĕç тăраканĕ пур пулсассăн, ăна çавăнта яр; эхер те чĕрĕ юлайсассăн, вăл унтан асап курса таврăнĕ, мĕншĕн тесессĕн çав вырăнта чăнах та Турă хăвачĕ тăрать:
(39) Хăй тÿпере пулин те, Вăл — çав вырăнăн хуралçи, ăна хÿтĕлекенĕ, Вăл усал шухăшпа пыракансене вĕлере-вĕлере пăрахать, тенĕ.
(40) Илиодорпа çапла пулса иртнĕ, Турă Çурчĕн управăшне çапла çăлса хăварнă.
4
(1) Çÿлте асăннă Симон вара, Турă Çуртĕнчи пуянлăхпа тăван çĕршывĕн сутăнчăкĕ пулса тăнăскер, Ония çинчен Илиодора çавă хавхалантарса тăнă, çав усал ĕçшĕн вăл айăплă тесе элекленĕ.
(2) Хулана ырă тăвакана, йăхташĕсемшĕн тăрăшакана, саккунсемшĕн хытă тăракана вăл патшалăх тăшманĕ тесе калама та хăйнă.
(3) Хирĕçÿ питĕ шала кĕрсе кайсассăн, Симонăн пĕр шанчăклă çынни урлă çынсене вĕлерме тытăнсассăн,
(4) Ония кĕрешÿ хăрушă иккенне, Келе-Сирипе Финикия çарпуçĕ Аполлоний питĕ тискер хăтланнине, Симон çилли ÿссех пынине курса
(5) патша патне кайнă, анчах çынсене айăплама мар, кашнине, пĕтĕм халăха усă пултăр тесе кайнă вăл,
(6) мĕншĕн тесессĕн патша тăрăшмасăр ĕç-пуçа килĕшÿллĕн татса пама май çуккине, Симон хăйĕн ăссăрлăхне пăрахмассине вăл лайăх курса тăнă.
(7) Анчах Селевк вилсессĕн, патшалăха Епифан теекен Антиох илсессĕн, Иасон, Ония тăванĕ, аслă священник пуласшăн хыпкаланнă,
(8) вăл куçа-куçăн курăнăçнă вăхăтра патшана виççĕр утмăл талант кĕмĕл тата ытти хăшпĕр тупăшран сакăрвунă талант пама пулнă.
(9) Вăл тата — эхер те патша влаçĕпе ăна çамрăксен ÿт-пĕвне аталантармалли шкула йĕркелеме, Иерусалим çыннисене Антиохи çыннисем тесе çырма ирĕк парсассăн — çакăн çумне çĕр аллă талант хушма пулнă.
(10) Патша çакăнпа килĕшсессĕн, Иасон çапла ирĕк илсессĕн, вăл çийĕнчех хăйĕн йăхташĕсене эллинсен йăли-йĕрки майлă çавăрма тытăннă.
(11) Вăл Рима туслăхпа килĕшÿ тума кайса килнĕ Евполемон ашшĕ Иоанн тăрăшнипе патша иудейсене кăмăл курса панă çăмăллăхсене те пăрахăçланă; саккунлă йĕркесене пăсса, вăл саккуна хирĕçле йĕркесем кĕртнĕ.
(12) Çамрăксен ÿт-пĕвне аталантармалли шкулне вăл юриех керем айне туса лартнă, чи лайăх яш ачасене эллинсен шлепкипе çÿреттернĕ.
(13) Эллинсем енне сулăнасси аслă священника пула мар, Турра уяман, виçесĕр çылăхлă Иасона пула пуçланса кайнă:
(14) священниксем ĕнтĕ парне вырăнĕшĕн тимлесе ĕçлесе тăма пăрахнă, Турă Çуртне хисеплемен, парнесене йĕркеллĕ кÿрсе тăман, йĕс çаврашка ывăтса ярсанах пуçланакан ăмăртăва, саккуна хирĕçле вăййа, хутшăнма васканă.
(15) Тăван çĕршыв чыс-хисепне вĕсем нимĕн вырăнне те хуман; эллинсем мĕне хисепленине çеç чи лайăххи тесе шутланă.
(16) Çакăншăн вĕсене пысăк инкек çитсе çапнă, хăйсемшĕн тĕслĕх вырăнне хунă, пур тĕлĕшпе те çавсем пек пурăнма тăрăшнă çынсем вĕсен тăшманĕсем, вĕсене хĕн кăтартаканĕсем пулса тăнă,
(17) мĕншĕн тесессĕн Турă саккунĕсене хирĕç пырса çылăха кĕрсе пурăнни хасасăр иртмест, кайран вăхăт çакна хăех кăтартса парать.
(18) Тир хулинче кашни пилĕк çултан ирттерекен вăйăсен уявĕнче патша та пулнă,
(19) çавăн чухне киревсĕр Иасон унта Иерусалимран Антиохи çыннисене уяв курма янă, вĕсен Геркулеса чÿк тума виççĕр драхма кĕмĕл илсе каймалла пулнă; анчах укçа илсе пынисем çакна чÿк валли усă ан курăр, апла туни килĕшÿсĕр пулать, урăх çĕре тăкаклăр тесе ыйтнă.
(20) Çапла вара, ярса параканĕ çак укçа Геркулеса чÿклеме пултăр тенĕ пулин те, ăна илсе пынисем çав укçана кĕсменпе ишмелли карап тунă çĕре янă.
(21) Çакăн хыççăн Аполлоние, Менесфей ывăлне, Птоломей Филометор патшана ларнă ятпа Египета ярсассăн, Антиох ăна хăйĕнпе тăшманлă тăрать тесе шухăшлама пуçланă та, асăрханса, унран сыхланма тăрăшнă; çавăнпа та Иоппие кайнă чухне вăл Иерусалима кĕнĕ.
(22) Иасонпа хула çыннисем ăна питĕ чаплăн, çутаткăçсем çутса, савăнăçлăн кăшкăрса тăракан халăхпа кĕтсе илнĕ; унтан Иасон çарĕпе пĕрле Финикийăна кайнă.
(23) Виçĕ çул иртсессĕн, Иасон çÿлерех асăннă Симон тăванне Менелая патшана укçа леçме тата хăш-пĕр кирлĕ ĕç çинчен калама янă.
(24) Лешĕ вара, патша умне тăрсан ăна тивĕçсĕр мухтаса, Иасон укçи çумне тата виççĕр талант кĕмĕл хушса, священниксен пуçлăхĕ пулса тăнă.
(25) Патшаран хушу илсессĕн, вăл каялла таврăннă, унра ĕнтĕ аслă священник тивĕçлĕхĕ пулман та, шелсĕр пусмăрçă çилли те тискер кайăк хаярлăхĕ çеç пулнă унăн.
(26) Çапла хăйĕн тăванне улталанă Иасон хăй те тепĕринпе улталаннă, вăл ĕнтĕ Аммон çĕршывне тухса тарнă.
(27) – (28) Менелай вара влаç илнĕ, хула керемĕн пуçлăхĕ Сострат — хырçă пуçтарса тăма тивĕçлĕскер — ăна хистесех тăнă пулин те, вăл патшана пама пулнă укçа çинчен шутламан та; çак сăлтава пула вĕсене иккĕшне те патша чĕнсе илнĕ.
(29) Менелай хăй вырăнне аслă священник пулма хăйĕн тăванне Лисимаха хăварнă, Сострат вара Кипр çыннисен пуçлăхĕ пулма Кратита хăварнă.
(30) Çак ĕçсем пулса иртнĕ вăхăтра Тарс тата Маллос хулисенче пурăнакансем хăйсене патшанăн çум-арăмне Антиохидăна парнелĕх панăшăн пăлханма тытăннă.
(31) Çавăнпа патша унти ĕç-пуçа йĕркелесе яма тесе васкасах тухса кайнă, хăй вырăнне хисеплĕ улпутсенчен пĕрне, Андроника, хăварнă.
(32) Вара Менелай, майлă самантпа усă курма шутласа, Турă Çуртĕнчен хăш-пĕр ылтăн савăта вăрласа тухнă та Андроника парнеленĕ, ыттине Тир хулинче тата ун таврашĕнчи хуласенче сутса янă.
(33) Тĕрĕс тĕпчесе пĕлсе, Ония çакна тăрă шыв çине кăларнă та хăй шанчăклă вырăна — Антиохи патĕнчи Дафна хулине — кайса пытаннă.
(34) Менелай ĕнтĕ, Андроник пĕччен чухне май тупса, ăна Онияна вĕлерме ыйтнă; лешĕ, Ония патне пырса, тупа туса алă парса, ăна ултавлăн ĕнентернĕ, хăйне шанман пулин ге, вăл Онияна тарса пытаннă çĕртен тухма ÿкĕте кĕртнĕ, вара намăс-симĕсе пĕлмесĕр çавăнтах вĕлернĕ.
(35) Куншăн иудейсем çеç мар, ытти халăхсенчен те нумайăшĕ çилленнĕ, çак çынна киревсĕррĕн вĕлернĕшĕн тарăхнă.
(36) Патша Килики çĕршывĕсенчен таврăнсассăн, хулара пулнă иудейсем тарăхса çитнĕ эллинсемпе пĕрле ăна Онияна айăпсăр вĕлерни çинчен пĕлтернĕ.
(37) Антиох ĕнтĕ ырă кăмăллă та ырă йĕркепе пурăннă çын вилнĕшĕн чун-чĕререн хурланса йĕнĕ,
(38) вара Андроника çилленсе кайса, çавăнтах ун çийĕнчи хĕрхĕлтĕм тумне сÿсе илсе çурса пăрахнă, хăйне пĕтĕм хула тăрăх илсе çÿреме, çынвĕлерене шăпах хăй Онияна тискеррĕн тĕп тунă вырăнта вĕлерме хушнă, çапла Çÿлхуçа Андроника тивĕçлипе тавăрнă.
(39) Менелай чарманнипе Лисимах хулара Турра уямасăр ирсĕр ĕçсем тусассăн, çакăн çинчен сăмах сарăлсассăн, халăх Лисимаха хирĕç çĕкленнĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл темĕн чухлĕ ылтăн савăт вăрланă пулнă.
(40) Тарăхса çитнĕ халăх çĕкленсессĕн, Лисимах виçĕ пине яхăн çынна кăрал салатса панă та çулĕпе ватă, ăссăрлăхĕпе те çамрăках мар пĕр тискер çын ертсе пынипе хурахла вăрçă пуçланă.
(41) Лисимах çапла тискерленнине курса, пĕрисем чул, тепĕрисем шалча ярса тытнă, хăшĕсем вара, çĕртен тусан ывăçла-ывăçла илсе, Лисимах çыннисем çинелле ывăтнă,
(42) çапла майпа вĕсенчен нумайăшне амантнă, тепĕрисене вĕлернĕ, вара пурне те каялла хăваласа янă, Турăран кулакана хăйне мул управăшĕ çывăхĕнче вĕлернĕ.
(43) Çавăншăн Менелая сут умне тăратнă.
(44) Патша Тир хулине пырсассăн, аслă çынсен пухăвĕ янă виçĕ çын ăна çăхав тыттарнă.
(45) Менелай, хупса лартнăскер, хÿтĕленес шутпа Доримен ывăлне Птоломее патшапа калаçса пăхма ыйтнă, эхер те вăл патшана ÿкĕте кĕртсессĕн, ăна пысăк укçа пама пулнă.
(46) Птоломей вара, уçăлмалла тенĕ пек, патшана пăлтăра чĕнсе илнĕ те ĕçе пачах тепĕр майлă çавăрса хунă.
(47) Мĕнпур усал ĕçшĕн айăплă Менелая ĕнтĕ айăпласран хăтарнă, виçĕ çынна вара, скифсен сучĕ умне тăратсассăн та каçарма тивĕçлĕскерсене, вĕлермелле тунă.
(48) Хулана, халăха тата Турă Çурчĕн савăчĕсене хÿтĕлесе калаçнă çынсем çапла кĕçех пĕр айăпсăр пĕтнĕ.
(49) Тир çыннисем, çакăншăн тарăхса, вĕсене пытарма мĕн кирлине пĕтĕмпех панă.
(50) Менелай çапла, мула хапсăнакан пуçлăхсем пулăшнипе, влаçа хăй аллинче сыхласа хăварнă, усалланнăçемĕн усалланса пынă, Иерусалимăн хаяр тăшманĕ пулса тăнă.
5
(1) Çав вăхăт тĕлнелле Антиох Египет çине тепĕр хут вăрçăпа кайнă.
(2) Вара çапла пулнă: пĕтĕм хула çийĕн сывлăшра хĕрĕх куна яхăн ылтăн тумлă юланутçăсем, çар çыннисем евĕр сăнă тытнăскерсем, вирхĕнсе çÿренĕ,
(3) йĕркеленсе тăнă утлă çар ĕречĕсем, икĕ енĕ те тапăнни, каялла чакни, хулкан вĕлтлетсе тăни, имсĕр-сумсăр сăнă, хĕçпе сула-сула яни, çĕмрен ывăтни, ылтăн тум ялтăртатни, тĕрлĕ йышши кăрал çиçкĕнни курăнса тăнă.
(4) Пĕтĕм халăх çакă курăм ырра пултăрччĕ тесе кĕлтунă.
(5) Кайрантарах Антиох вилнĕ тесе суя хыпар сарăлсассăн, Иасон, пин çынран кая мар пуçтарса, кĕтмен çĕртен хула çине тапăннă, вĕсем хÿме çине хăпарсассăн, юлашкинчен хулана ярса илсессĕн, Менелай кереме тарса пытаннă.
(6) Иасон вара хăй халăхĕн çыннисем хушшинчех пĕр шелсĕр юн тăкнă, пĕр йăхри çынсене хирĕç çапăçни чи пысăк инкек пулни çинчен шухăшламан та вăл, йăхташсенчен мар, тăшмансенчен пурлăх пуçтарса илнĕ пек туйнă вăл хăйне.
(7) Тепĕр тесен, вăл пуçлăха тухайман, мăшкăл курса, таркăн пек, каллех аммонсен çĕршывне тухса кайнă — унăн усал шухăшлă ĕçĕсем çапла вĕçленнĕ.
(8) Арави çĕрне тытса тăракан Арета умĕнче айăпа кĕнĕскер, вăл хуларан хулана тарса çÿренĕ, ăна, саккунсенчен хăпнăскере, пурте йĕрленĕ, пурте курайман, ĕнтĕ йĕрĕнчĕке юлнăскере, тăван çĕршывпа халăх тăшманĕ тесе Египета хăваласа янă — унăн усал пурăнăçĕ çапла вĕçленнĕ.
(9) Нумайăшне тăван çĕршывĕнчен хăваласа янă çын хăй те ютра пĕтнĕ: вăл, хÿтлĕх тупма шанса, Лакедемони çыннисем патне тăванлăх шыраса пынă.
(10) Нумайăшне çĕре чикмесĕрех хăварнăскер, вăл хăй те ашшĕсен тупăклăхне тивĕçлĕ пулман, уншăн никам та хÿхлемен, ăна пытараканĕ те пулман.
(11) Пулса иртни çинчен патша патне хыпар çитсессĕн, вăл Иудея хăйĕнчен уйăрăласшăн тесе шухăшласа илнĕ те Египетран тапранса тухнă, тарăхса-урса кайнăскер, кăралпа авăрланса Иерусалима ярса илнĕ.
(12) Хăйĕн çарçисене вăл алă айне лекнине те, килĕнче пытаннине те пĕр шелсĕр вĕлерме хушнă.
(13) Çапла яшсемпе ватăсене, арсене, арăмсемпе ачасене вĕлерсе тухнă, хĕрсемпе кăкăр ачисене чике-чике пăрахнă.
(14) Виçĕ кун хушшинче сакăрвунă пин çын вилнĕ: хĕрĕх пинĕ çынвĕлеренсем аллинчен пĕтнĕ, сутса янисем те вĕлернисенчен кая мар пулнă.
(15) Анчах, çакăнпа та çырлахмасăр, Антиох çĕр çинчи чи сăваплă Çурта, Турă Çуртне, кĕме хăйнă, ăна унта саккунсемпе çĕршыв сутăнчăкĕ Менелай ертсе кĕнĕ.
(16) Сăваплă савăтсене ирсĕр аллипе тытнă, ытти патшасем çав вырăнăн мухтавĕпе чысне çĕклеме кÿнĕ парнесене ирсĕр аллипе йышăнса, савăнсах çылăхлă аллипе çаратса тухнă.
(17) Антиох хăйне питĕ мăнна хунă, анчах вăл çакна ăнланман: Çÿлхуçа хула çыннисене çылăхĕсемшĕн пĕр вăхăтлăха кăна çилленнĕ пулнă, çавăнпа ĕнтĕ çак вырăн хăйне хÿтĕлекенсĕр тăрса юлнă.
(18) Эхер те çав çынсем çылăх айне пулман пулсассăн, Селевк патша мул управăшне пăхма янă Илиодор пек, Антиоха та кĕнĕ-кĕменех хаса çитнĕ пулĕччĕ те, вăл чăрсăр шухăшне пăрахнă пулĕччĕ.
(19) Анчах Çÿлхуçа халăха вырăншăн мар, çак вырăна хăйне халăхшăн суйласа илнĕ.
(20) Çавăнпа ĕнтĕ халăхпа пĕрле хĕн-асап тÿснĕ вырăна та кайран Çÿлхуçа ырăлăхĕ çитнĕ, Пурне те Пултаракан Турă ăна çилленсе пăрахнă пулсассăн та, Аслă Патша çырлахнипе каллех пĕтĕм чапĕпе чĕрĕлсе тăнă.
(21) Çапла вара Антиох, Турă Çуртĕнчен пин те сакăрçĕр талант вăрласа тухса, васкасах Антиохие кайнă, ăна ĕнтĕ, мăнаçланса кайнăскере, хăй çĕр çийĕн карапсем çÿремелле тăвассăн, тинĕс çийĕн çуран çÿремелле тăвассăн туйăннă.
(22) Çав хушăрах халăха хĕсĕрлеме вăл сыхлавçăсем лартса хăварнă: Иерусалимра — Фриги çĕршывĕнче çуралнă Филипа, кăмăлĕпе хăйне лартнă çынран та тискертерех этеме,
(23) Гаризинра вара — Андроника, унпа пĕрле тата хăйĕн усаллăхĕпе пуринчен те ирттернĕ, Иудея çыннисене тăшманла курайман Менелая хăварнă.
(24) Вăл халăх курайман пуçлăха Аполлоние çирĕм икĕ пин çынлă çарпа çитĕннисене пурне те ватса-хĕнесе тухма, хĕрарăмсемпе ачасене вара сутма хушса янă.
(25) Çав çын, Иерусалима татуллă шухăшпа пынă пек туса, хăй иудейсен сăваплă шăматкунĕ çитессе кĕтнĕ, иудейсен канăçлă вăхăчĕ çитсессĕнех вăл хăйĕн çыннисене кăралпа авăрланма хушнă.
(26) Çавăн пек çар иртсе пынине курма тухнă çынсене пурне те вĕлернĕ, хулана çарпа кĕрсе кайса, нумай çынна вĕлерсе хăварнă.
(27) Иуда Маккавей вара, хăйĕн ăрăвĕнчи вуннăран пĕри, тасамарлăхпа çыхланса çылăха кĕрес мар тесе, пушхире тухса кайнă, хăйпе пĕр шухăшлă çынсемпе пĕрле ту хушшинче тискер кайăкла курăкпа тăранса пурăннă.
6
(1) Кăштах вăхăт иртсессĕн, патша пĕр ватă çынна, Афинă çыннине, иудейсене ашшĕсен саккунĕсене пăрахма, Турă саккунĕпе пурăнма чарăнмашкăн хистеме янă,
(2) унăн тата Иерусалимри Турă Çуртне ирсĕрлемелле, ăна Олимп Юпитерĕн ятне памалла пулнă, Гаризинри Турă Çуртне вара, ку вырăнта ютран килнисем пурăннине кура, çул çÿрекенсене йышăнакан Юпитер çурчĕ темелле пулнă.
(3) Килсе тухнă инкек халăхшăн тÿсме çук йывăр иулнă.
(4) Турă Çурчĕ суя тĕнлисен аскăнлăхĕпе, тасамарлăхĕпе тулса ларнă, вĕсем чи сăваплă пăлтăрсенче аскăнланнă, хĕрарăмсемпе хутăшнă, шала юраман япаласем иле-иле кĕнĕ.
(5) Парне вырăнĕ кирлĕ мар, саккун хушман япаласемпе тулса ларнă.
(6) Шăматкуна хисеплесе тăма та, ашшĕсен уявĕсене уяса пыма та, иудей ятпа та çÿреме юраман.
(7) Вĕсене патша çуралнă кун кашни уйăхрах пусахласа-ирĕксĕрлесе йĕрĕхсене чÿк кÿнĕ çĕре иле-иле кайнă, Дионис уявĕнче вара иудейсене, плющ пуçкăшăль тăхăнтартса, Дионис ячĕпелен савăнăçлăн утакан халăхпа пĕрле пыма хистенĕ.
(8) Кÿршĕллĕ эллин хулисенче те çавăн пекех тума хушнă, Птоломей вĕскĕртнипе вĕсен те иудейсене хирĕç пулмалла, вĕсене йĕрĕх кĕлеткисене чÿк парни кÿртерсе тăмалла пулнă,
(9) эллинсен йăлисене йышăнма килĕшменнисене вара вĕлернĕ. Çавăн чухне ĕнтĕ чăн-чăн инкек курма тивнĕ.
(10) Икĕ арăма хăйсен ачисенне ÿт кастарнăшăн айăпланă; çакăншăн кăкăр ачисене амăшĕсен чĕччинчен çакса ярса, çав арăмсене хула тăрăх халăх умĕнче уттарса тухнă та хÿме çинчен пăрахнă.
(11) Тепĕрисем, çиччĕмĕш куна вăрттăн та пулин уявлас тесе, çывăхри ту хушăкĕсене тара-тара пытаннă, анчах Филипп тĕллесе янипе вĕсене тытса çунтарса янă, мĕншĕн тесессĕн тарса юлнисем, шăматкун тасалăхне хисеплесе, çав кун хÿтĕленмен те.
(12) Çак кĕнекене вулама тÿр килекенсене эпĕ инкекрен хăраса ан ÿкĕрех теесшĕн, çакна тăна илме ыйтасшăн: ку асапсем пирĕн йăха пĕтме мар, ăса кĕме вĕрентеççĕ.
(13) Усал ĕç тунăшăн йĕркесĕр çынсене айăпласси вăраха каймасть; вĕсене часах хаса çитет, çакă вăл — аслă ырăлăх палли.
(14) Ытти халăхсем тĕлĕшпе Çÿлхуçа урăхла тăвать: вăрахчен, вĕсен çылăхĕсем виçерен иртичченех тÿсет, çавăн чухне вара вĕсене хаса парать. Вăл пирĕн тĕлĕшрен ун пек тумасть,
(15) пире кайран хаса парас мар тесе, пирĕн çылăхсем тулса çитессе кĕтмест.
(16) Вăл Хăйĕн ырăлăхне нихăçан та пирĕнтен аякра тытмасть, хĕн-хур ярса хаса парсассăн та Хăйĕн халăхне пăрахмасть.
(17) Ан тив, ку ĕнтĕ хамăра асра тытма калани пултăр; çак нумаях мар сăмах хыççăн калава малалла тăсăпăр.
(18) Малтанхи кĕнекеçĕсенчен пĕри, ватти çитнĕ çын, анчах сăнпа çаплах илемлĕскер, Елеазар ятлă çын пулнă. Ăна çăварне вăйпа уçсах сысна ашĕ çитересшĕн пулнă.
(19) Чыслă вилĕме мăшкăллă пурăнăçран маларах хурса, вăл хăй ирĕкĕпе асап йышăннă, аша сура-сура кăларнă,
(20) пурăнăçа юратсан та, çиме юраманнине çиес мар тесе çирĕп тăракан çын çапла çеç тума пултарнă.
(21) Саккуна пăсса чÿк парни кÿнине пăхма тăратнисем, çак çынна тахçантанпах пĕлнĕскерсем, çакăн хыççăн ăна айккинерех чĕнсе илнĕ те, куçа-куçăн юлсассăн, ăна хăй пĕçернĕ аша илсе килме ÿкĕтленĕ: çавна ĕнтĕ патша çитерме хушнă чÿк ашне çинĕ пек туса çиме сĕннĕ,
(22) çапла вăл вилĕмрен çăлăнса юлтăр, тахçан хăйпе туслă пулнă çынсен ырă кăмăлĕпе усă куртăр тенĕ.
(23) Анчах вăл, хăйĕн кунне-çулне, хисеплĕ ватлăхне, сумлă шурă çÿçне тивĕçлĕ ырă шухăшсемпе пурăнаканскер, ачаран Турра хисеплесе ÿснĕскер, унтан та ытла — Турă панă саккун умĕнче тасаскер — çакăнпа килĕшÿллĕн хуравласа çапла каланă: «халех вилĕм аллине парăр:
(24) пирĕн çулхи çын икĕпитленни хитре мар, çамрăксем, тăхăрвуннăри Елеазар суя тĕне куçнине пĕлсессĕн,
(25) эпĕ икĕпитленнипе, мана пула кĕске те ниме тăман пурăнăçшăн аташса ан кайччăр, çапла эпĕ ватлăхăма чыссăра кăларăп, варалăп.
(26) Эхер те хальхи вăхăтра эпĕ çын кÿрекен асапран хăтăлсассăн та, ку пурăнăçра та, вилсессĕн те Пурне те Пултаракан Турă аллинчен вĕçерĕнеймĕп.
(27) Çавăнпа та халĕ пурăнăçран хăюллăн уйăрăлса кайса, эпĕ хам ырă ватлăха тивĕçĕп,
(28) çамрăксем валли вара ырă тĕслĕх хăварăп — хисепе тивĕçлĕ, сăваплă саккунсемшĕн вилĕме пĕр иккĕленмесĕр, хăюллăн йышăнма вĕрентĕп» тенĕ. Çапла каласанах вăл асаплантару умне тăнă.
(29) Ĕнтĕ ватта илсе каякансем, тин çеç ăна ырă суннăскерсем, маларах каланă сăмахсемшĕн ăна курайми пулнă, ку сăмахсене вĕсем ăссăрлăх вырăнне хунă.
(30) Асаплантарса пĕтернĕскер, вăл, ахлатса ярса, вилес умĕн çапла каланă: «Пурне те Курса Тăракан Çÿлхуçа пĕлет: вилĕмрен çăлăнма май пур пулин те, Унран хăранипе эпĕ ÿтĕме хĕненине тÿссе хаяр асап йышăнатăп, чунăмпа вара ăна савăнсах тÿсетĕп» тенĕ.
(31) Çапла вилнĕ вăл, хăйĕн вилĕмĕпе çамрăксемшĕн анчах мар, нумай-нумай çыншăн хăюлăх тĕслĕхĕ тата ырă ĕç палăкĕ пулса юлнă.
7
(1) Çапла та пулнă: амăшĕпе пĕрле çичĕ пĕртăвана ярса тытнă та патша вĕсене çиме юраман сысна ашĕ çиме пусахласа чăпăрккапа, чĕн саламатпа хĕнеттернĕ.
(2) Вĕсенчен пĕри, пурин ятĕнчен те хуравласа, çапла каланă: «эсĕ мĕн çинчен ыйтасшăн е пирĕнтен мĕн ыйтса пĕлесшĕн? эпир аттесен саккунĕсенчен иртиччен маларах вилме хатĕр» тенĕ.
(3) Вара тилĕрсе кайнă патша çатмасемпе хурансен айне вут чĕртме хушнă.
(4) Вут чĕртсе ярсассăнах, пуриншĕн те хуравласа каланăскерĕн чĕлхине касса илме, пиччĕш-шăллĕпе амăшĕ умĕнче тирне сÿсе алли-урине касса татма хушнă.
(5) Алли-урисĕр тăрса юлнă, сывлăшĕ çеç тухайман çынна вут-çулăм патне йăтса кайма, унта çатма çинче ăшалама хушнă; çатма хытă пăсланма тытăнсассăн, пĕртăвансем амăшĕпе пĕрле вилĕме паттăррăн тÿссе ирттерме сăмах татнă, вĕсем çапла каланă:
(6) «Çÿлхуçа Туррăмăр курса тăрать, Моисей халăх умĕнче хăйĕн юррипе: «Вăл Хăйĕн чурисене хĕрхенĕ» тесе каланă пек, Вăл пире чăннипех хĕрхенĕ» тенĕ.
(7) Малтанхи вилсессĕн, мăшкăл кăтартма тепĕрне илсе тухнă, пуç тирне çÿçĕ-мĕнĕпех сÿсе илсессĕн, ÿт-пĕвне пайăн-пайăн асаплантарма тытăниччен: «çиетĕн-и эсĕ?» тесе ыйтнă.
(8) Лешĕ вара ашшĕсен чĕлхипе хуравласа: «çук» тенĕ. Çавăнпа вăл пĕрремĕш тăванĕ пекех асап тÿссе вилнĕ.
(9) Сывлăшĕ пĕтсе çитеспе каланă вăл: «эсĕ, асап кăтартакан, пирĕнне ку пурăнăçа тататăн, анчах тĕнче Патши пире, Хăйĕн саккунĕсемшĕн вилнисене, ĕмĕрлĕх пурăнăç валли чĕртсе тăратĕ» тенĕ.
(10) Çакăн хыççăн виççĕмĕшне асаплантарма тытăннă, чĕлхÿне пар-ха тесессĕн, вăл ăна тÿрех кăларнă, пĕр хăрамасăр аллисене те малалла тăснă,
(11) вара хăюллăн каланă: «çакна мана тÿпе панă, çавăнпа та Унăн саккунĕсемшĕн ăна хĕрхенсе тăмастăп, ăна Унранах каялла илессе шанатăп» тенĕ.
(12) Патша хăй те, унпа пĕрле пулнисем те çамрăк ача паттăрлăхĕнчен, асапа нимĕн вырăнне хумасăр чăтăмлăн тÿснинчен шалтах тĕлĕннĕ.
(13) Ку вилсе кайсассăн, тăваттăмĕшне те çак майпах хĕн кăтартса асаплантарнă.
(14) Вилĕмĕ çывăхарса çитсессĕн, вăл çапла каланă: «Турă пире шанчăк панă — Вăл пире çĕнĕрен чĕртсе тăратĕ. Эпир, çын аллинчен вилекенсем, çавна кĕтетпĕр; санăн вара пурăнăç валли чĕрĕлсе тăрасси пулас çук» тенĕ.
(15) Унтан пиллĕкĕмĕшне çавăтса пынă та асаплантарма тытăннă.
(16) Вăл патша çине пăхса каланă: «çынсемпе хуçаланма влаç пур тесе эсĕ, çĕрсе пĕтмеллискер, ху мĕн тăвас тенине тăватăн; анчах пирĕн йăха Турă пăрахнă тесе ан шухăшла.
(17) Кĕтсех тăр, эсĕ те Унăн аслă вăйне курăн: Вăл сана хăвна та, санăн вăрлăхна та хаса парĕ» тенĕ.
(18) Çакăн хыççăн улттăмĕшне илсе пынă, вăл, вилме хатĕрленсе, çапла каланă: «кăлăхах ан йăнăш — эпир çакна хамăр Туррăмăр умĕнче çылăха кĕнĕшĕн тÿсетпĕр, тĕлĕнмелли çавăнпа пулса иртрĕ те ĕнтĕ.
(19) Анчах, Турра хирĕç тăма хăйнăскер, хасасăр юлатăп тесе ан та шухăшла» тенĕ.
(20) Амăшĕ вара пуринчен те хытăрах тĕлĕнтернĕ, вăл асра мухтавлăн пурăнма тивĕçлĕ. Пĕр кун хушшинче çичĕ ывăлне вĕлернине курса тăраканскер, вăл Çÿлхуçана шанса тăнипе çакна чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ.
(21) Пĕтĕм чун-чĕрипе хăюллă туйăмсене парăнса, хĕрарăм ăсне ар кăмăлĕпе çирĕплетсе, вăл кашни ывăлне хавхалантарнă, ашшĕсен чĕлхипе вĕсене çапла каланă:
(22) «эсир ман варăмра мĕнле пулса çитнине эпĕ пĕлместĕп: сире сывлăшпа пурăнăç параканĕ эпĕ мар; сире эпĕ туман, сире кашнине мĕнрен-мĕнрен тунине эпĕ пĕлместĕп.
(23) Тĕнчене Пултараканĕ, этем йăхне Тăваканĕ, мĕн пуррине йăлтах Туса Çитерекенĕ Хăйĕн ырăлăхĕпе сире каллех сывлăшпа пурăнăç парĕ, мĕншĕн тесессĕн эсир халĕ Унăн саккунĕсемшĕн хăвăра хăвăр хĕрхенместĕр» тенĕ.
(24) Антиох кусем хăйĕнчен йĕрĕнеççĕ тесе шутланă, çак сăмаха та хăйне хăртни вырăнне хунă, çавăнпа чи кĕçĕннине, халлĕхе чĕрĕ юлнăскере, ÿкĕтленĕ, сăмахпа кăна мар, тупа тусах шантарнă: «аçусен саккунĕсене пăрахсассăн, сана пуйтарăп, телейлĕ тăвăп, сана хамăн тус тăвăп, сана хисеплĕ ĕç вырăнĕ парăп» тенĕ.
(25) Анчах яш ача ăна пачах та тимлемен те, патша вара унăн амăшне чĕнсе илсе ăна ывăлне канаш пама, хăвна сыхласа хăвар теме ÿкĕтленĕ.
(26) Патша темиçе хутчен ÿкĕтленĕ хыççăн вăл ывăлне канаш пама килĕшнĕ.
(27) Ун патнелле пĕшкĕнсе, хаяррăн асаплантараканран кулса, вăл ашшĕсен чĕлхипе çапла каланă: «ывăлăм! хĕрхенсем мана, эпĕ сана тăхăр уйăх варăмра йăтса çÿрерĕм, виçĕ çул кăкăр сĕчĕпе тăрантартăм, сана тутă усрарăм, çитĕнтертĕм, вĕрентрĕм.
(28) Тархаслатăп сана, ачамçăм, тÿпепе çĕр çине пăхса ил, унта мĕн пуррине курса, çакна йăлтах Турă нимĕн çукран пултарнине, этем йăхĕ те çапла пулса кайнине пĕлсем эсĕ.
(29) Ан хăра çак çынвĕлеренрен, хăвăн пиччÿсене тивĕçлĕ пул та йышăн вилĕме, çапла эпĕ Турă ырăлăхĕпе сана пиччÿсемпе пĕрле çĕнĕрен тупам» тенĕ.
(30) Амăшĕ каласа та пĕтереймен-ха, яш ача каланă та: «мĕн кĕтетĕр эсир? Эпĕ патша хушнине итлеместĕп, эпĕ Моисей урлă аттемĕрсене панă саккун хушнине пăхăнатăп.
(31) Эсĕ вара, еврейсен мĕнпур инкекне шухăшласа кăлараканĕ, Турă аллинчен хăтăлаймăн.
(32) Эпир хамăр çылăхăмăрсемшĕн асапланатпăр.
(33) Чĕрĕ Çÿлхуçа пире хаса парса ăса кĕртмешкĕн пĕр вăхăтлăха çилленнĕ пулсассăн та, Вăл Хăйĕн чурисене каллех хĕрхенĕ;
(34) эсĕ вара, пур çынран та чи çылăхли те чи айăпли, Унăн чурисем çине алă çĕклеме пултаратăп тесе суя ĕмĕтпе мăнаçланса кăлăхах ан хăпартлан:
(35) эсĕ Пурне те Тума Пултаракан, Пурне те Курса Тăракан Турă сутĕнчен хăтăлаймăн.
(36) Пирĕн тăванăмăрсем, халĕ вăхăтлăх асап тÿссе, Турă хывнă халал урлă ĕмĕрлĕх пурăнăç илчĕç, эсĕ вара каппайланнăшăн Турă сучĕпелен тивĕçлĕ хаса илĕн.
(37) Эпĕ те, хамăн пиччемĕмсем пекех, аттесен саккунĕсемшĕн чунăмпа ÿтĕме паратăп, эпĕ Турра тархаслатăп: Вăл часрах халăха хĕрхентĕрччĕ, санăн вара асапланса та хаса тÿссе Вăл пĕртен-пĕр Турă пулнине пĕлмелле пултăрччĕ,
(38) Пурне те Пултараканăн пирĕн йăха тивĕçлипе çитнĕ çилли манпа манăн пиччемĕмсем çинче чарăнтăрччĕ» тенĕ.
(39) Вара тарăхса çитнĕ патша, хăйĕнчен тăрăхласа кулнипе тилĕрсе, ăна ыттисенчен те хытăрах асаплантарнă.
(40) Ку тăванĕ те хăйĕн пурăнăçне чыслăн, пĕтĕмпех Çÿлхуçана шанса вĕçленĕ.
(41) Ывăлĕсем хыççăн амăшĕ те вилнĕ.
(42) Йĕрĕхсене епле чÿк кÿни çинчен, тискерле асапсем çинчен каласа çитĕ ĕнтĕ.
8
(1) Çав вăхăтра Иуда Маккавейпа унăн çыннисем халăх пурăнакан вырăнсене вăрттăн пыра-пыра йăхгашĕсене пуçтарнă, Иудейăра юлнисене хăйсен ушкăнне йышăннă, çапла ултă пин таран ар пухăннă.
(2) Вĕсем ĕнтĕ Çÿлхуçана халăха, пурте хĕсĕрлекен халăха, хĕрхенме, йĕркесĕр çынсем ирсĕрлесе хăварнă Турă Çуртне хÿтĕлеме тархасланă; Заркатса тăкнă, çĕрпе танлашас вĕçнех çитнĕ хулана каçарма, Хăйне чĕнсе кăшкăракан юн сассине илтме,
(4) айăпсăр кăкăр ачисене тискеррĕн вĕлернине тата Хăйĕн ятне хурланине аса илме, Хăйĕн çиллине усал çынсем çине яма тархасланă.
(5) Çÿлхуçа çилли ырăлăха куçсассăн, хăй тавра йышлă халăх пуçтарса, Маккавей суя тĕнлисемшĕн çĕнтерейми вăй пулса тăнă.
(6) Вăл хуласемпе ялсене кĕтмен çĕртен тапăнса çунтара-çунтара янă, çапăçма меллĕ вырăн йышăнса сахал мар тăшмана çĕнтернĕ, ăна хăваласа янă;
(7) çак ĕçсене тума чылай чухне вăл тĕттĕм каç суйласа илнĕ, унăн паттăрлăхĕ çинчен хыпар пур çĕре те сарăлнă.
(8) Филипп, çак çын пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн вăй пухса пынине, унăн ĕçĕ ăнăçса та ăнăçса пынине курса, Птоломей патне — Келе-Сирипе Финикия çарпуçĕ патне — патша ĕçĕсене пулăшма ыйтса çыру çырнă.
(9) Птоломей вара Никанора — Патрокл ывăлне, хăйĕн пĕр чи çывăх тусне — суйласа илнĕ те тĕрлĕ халăхран пуçтарнă çирĕм пин çынран кая мар çарпа иудейсен пĕтĕм йăхне тĕп тума янă; ăна тата çар ĕçĕнче ăста çарпуçне Горгие хушса панă.
(10) Никанор çапла йышăннă: патшан Рим çыннисене памалли икĕ пин талант хырçăна тыткăна илнĕ иудейсемпе саплаштармалла, тенĕ.
(11) Çавăнпа çийĕнчех тинĕс хĕрринчи хуласене иудейсене чуралăха туянма сĕнсе çынсем янă, пĕр талант пуçне тыткăна илнĕ тăхăрвунă çын кÿрсе тăма пулнă; анчах хăй çине Пурне те Пултараканран тавăру — хатĕрех тăракан тавăру — çитессе кĕтмен вăл.
(12) Иудăна Никанор çывăхарни çинчен хыпарланă, вăл вара хăйпе пĕрле пулнисене çар çитни çинчен пĕлтерсессĕн,
(13) хăравçăсем тата Турă тавăрасса ĕненменнисем хăйсен вырăнне пăрахса тарса саланнă.
(14) Тепĕрисем ĕнтĕ хăйсен мĕн юлнине пĕтĕмпех сута-сута янă, хăйсене, усал Никанор çапăçу пуçланичченех сутса янăскерсене, хăтармашкăн Çÿлхуçана тархасланă:
(15) ку хамăршăн пулмасассăн та, аттемĕрсемпе хывнă халалшăн, пире Хăвăн сăваплă та мухтавлă ятупа хисепленмелле тунăшăн пултăр, тенĕ.
(16) Вара Маккавей хăйпе пĕрле пулнисене ултă пин çын пухнă та вĕсене: тăшманран ан хăрăр, пирĕн çине усалпа килекен суя тĕнлисем йышлăн пулнинчен ан сехĕрленĕр,
(17) вĕсем сăваплă вырăна сĕмсĕррĕн хур тунине, мăшкăл кăтартнă хулана аркатса хăварнине, аттемĕрсем хунă йĕркесене пăснине куç умĕнче кура тăркач паттăррăн çапăçăр, тесе ÿкĕтленĕ.
(18) Вăл: вĕсем кăралпа хăйсен паттăрлăхне шанаççĕ, эпир вара Пурне те
Пултаракан Турра шанатпăр, Вăл пĕрре сулсах пирĕн çине килекенсене те, пĕтĕм тĕнчене те пĕтерме пултарать, тенĕ.
(19) Вăл вĕсене Турă хута кĕнипе хăйсен аслашшĕсем Сеннахирим патĕнче çĕр сакăрвун пилĕк пин çынна тĕп туни çинчен те,
(20) Вавилонра галатсене хирĕç çапăçни çинчен те каласа панă: вĕсем çапăçу хирне сакăр пинлĕ йышпа анчах килнĕ, вĕсенчен тăватă пинĕ Македони çынни пулнă; çавсем хутшăнса кайсассăн, тÿперен пулăшу пулнипе çак сакăр пин çын çавăн чухне çĕр çирĕм пин çынна пĕтерсе тăкнă, питĕ нумай тупăш пуçтарса илнĕ.
(21) Çапла кала-кала парса, Иуда вĕсене хăрами туса çитернĕ, вĕсем ĕнтĕ саккунсемпе тăван çĕршывшăн вилме те хатĕр пулнă. Иуда вара çара тăватă ушкăна уйăрнă,
(22) кашни ушкăнне ертсе пыма хăйĕн тăванĕсене Симона, Иосифа тата Ионафана уйăрса лартнă, вĕсене кашнинех пин те пилĕкçĕр çын пăхăнса тăнă.
(23) Унтан Елеазара сăваплă кĕнеке вулама хушнă, хăй вара, Турăран пулăшу çитессе шантарса, «Турă пулăшнипе!» тесе паллă панă та, малти ушкăнне ертсе, Никанора хирĕç çапăçăва кĕнĕ.
(24) Пурне те Пултаракан пулăшса тăнипе вĕсем тăхăр пин ытла тăшмана пĕтерсе тăкнă, Никанор çарĕн тата пысăкрах пайне амантса-суранлатса пĕтернĕ, пурне те хăваласа янă.
(25) Хăйсене туянма килнисен укçине те илнĕ; вĕсене инçетех хăваласа кайнă, вăхăчĕ чарнипе çеç каялла таврăннă,
(26) мĕншĕн тесессĕн ку шăматкун умĕнхи кун пулнă; çав сăлтава пула вĕсем Никанор çыннисене текех малалла хăваламан.
(27) Вĕсем хыçĕнчен кăралĕсене пуçтарса пĕтерсессĕн, тăшмансен çар тумне хывса илсессĕн, хăйсене çав кун çăлса хăварнă, вĕсем валли Хăйĕн ырăлăхне кăтартма пуçланă Çÿлхуçана чунтан тав туса, мухтаса вĕсем шăматкуна уявланă.
(28) Шăматкун хыççăн, туртса илнĕ тупăшран аманнисем валли, тăлăх арăмсем тата тăлăх ачасем валли пай хăварса, ыттине хăйсемпе хăйсенĕн ачисем хушшинче уйăрнă.
(29) Çак ĕçе вĕçлесессĕн, вĕсем халăхпа пухăнса кĕлтунă, ырă кăмăллă Çÿлхуçана Хăйĕн чурисемпе йăлтах килĕштерме йăлăннă.
(30) Вара Тимофейпа Вакхид вĕсем çине пĕрле тапăнсассăн, кусем вĕсенĕн çирĕм пин ытла çыннине пĕтерсе тăкнă та çÿллĕ керемсене çăмăллăнах ярса илнĕ; пухса илнĕ питех те пысăк тупăша хăйсем хушшинче, аманнисем, тăлăх ачасем, тăлăх арăмсем тата аслă çынсем хушшинче пĕр тан пайласа валеçнĕ.
(31) Тăшман хыççăн пуçтарса илнĕ пĕтĕм кăрала меллĕ вырăна тĕплĕн купаласа хунă, ытти тупăшне Иерусалима илсе килнĕ.
(32) Тимофей çарĕн çулпуçне те, çав тери йĕркесĕр те усал çынна, иудейсене сахал мар инкек кÿнĕскере, вĕлернĕ.
(33) Кайран, тăван çĕр çинчи çĕнтерĕве савăнăçлăн уявланă май, вĕсем Каллисфена тата сăваплă хапхана вут тивертсе çунтарнă хыççăн пĕр çурта тарса пытаннă хăш-пĕр çынна çунтарса янă; çапла кусене хăйсен çылăхĕсемшĕн тивĕçлипех тавăрнă.
(34) Усалран та усал Никанора вара, иудейсене туянма пиншер купса илсе килнĕскере,
(35) Турă пулăшнипе, хăй нимĕн вырăнне те хуманнисемех намăса хăварнă, капăр тумтирне хывса пăрахса, таркăн чура пек курăнса, вăл пĕчченех шалти çĕрсем урлă Антиохие çитнĕ, çарне çĕмĕрсе тăкнăшăн питех те хытă пăшăрханнă.
(36) Рим çыннисене тÿлемелли хырçăна Иерусалимра тыткăна илнисене сутса саплаштарма пулнă çын ĕнтĕ «иудейсене Турă хÿтĕлет, вĕсем çавна пула тĕрĕс-тĕкел юлаççĕ, мĕншĕн тесессĕн Турă хунă саккунсене пăхăнаççĕ» тесе пĕлтернĕ.
9
(1) Çав вăхăталлах Антиох вара Перси çĕрĕнчен намăс курса таврăннă.
(2) Вăл Персеполь теекен хулана тапăнса кĕнĕ пулнă, çав вырăнта пуççапакан турă çуртне çаратма, хулана ярса илме пикенсе пăхнă. Çавăнпа халăх чупса тухнă, кăралпа авăрланса, хула çыннисем Антиоха хăваласа янă, лешĕн ĕнтĕ намăс тÿссе каялла тармалла пулнă.
(3) Екбатана çывăхĕнче пулнă чухне ăна Никанорпа тата
Тимофейпа мĕн пулса иртнине пĕлтернĕ.
(4) Тилĕрсе кайса, вăл пĕтĕм çиллине хăйне хăваласа янă иудейсем çине тăкма шутланă; çавăнпа та çар урапине тытса пыракана лашасене пĕр вĕçĕм хăваласа çула хăвăртлатма хушнă, тÿпе сучĕ вара ун хыççăнах пынă, мĕншĕн тесессĕн вăл мăнаçланса: «унта çитсессĕнех Иерусалима иудейсен масарĕ тăвăп» тенĕ.
(5) Анчах Пурне те Курса Тăракан Çÿлхуçа, Израиль Турри, ăна куçа курăнман вăйпа сывалмалла мар çапса ÿкернĕ: çак сăмахсене каласа пĕтернĕ-пĕтерменех унăн варне этем тÿсейми пăвса лартнă, пĕтĕм ăшчикĕ хăрушла ыратма пуçланă;
(6) Турă тĕп-тĕрĕс тунă: çавна тивĕçлĕ пулнă та вăл, мĕншĕн тесессĕн хăй ыттисен вархырăмне тĕрлĕ майпа, никам курман хĕнасаппа асаплантарнă.
(7) Вăл пĕрех хăйĕн мăнаçлăхне нимĕн чухлĕ те чакарман, тата ытларах каппайса кайнă, иудейсем çине çилли тум-хаяррăн каплана-каплана килнипе çула хăвăртлатма хистенĕ. Вара çапла пулса иртнĕ: вăл вирхĕнсе пыракан çар урапи çинчен сирпĕннĕ, çапла ÿксе алли-урине йăлт сусăрлатса пăрахнă.
(8) Тин кăна этемле мар мăнаçланса, хăйне тинĕс хумĕсене итлеттерекенĕ вырăнне хунăскерĕ, чи çÿллĕ тусене виçепе виçме шухăшланăскерĕ, çĕр çине тĕшĕрĕлсе аннă, пурне те Туррăн куçкĕрет вăйне кăтартса ăна çĕклевĕçпе йăтса пынă,
(9) ĕнтĕ усал çыннăн ÿт-пĕвĕнчен темĕн чухлĕ хурт йăшăлтатса тухнă, чирĕпе асапне пула чĕрĕ чухнех ÿчĕ таткаланса татăла-татăла ÿкнĕ; унран тÿсмелле мар çĕрĕк усал шăршă пĕтĕм çарĕпе сарăлнă.
(10) Çак çынна, нумай пулмасть çеç тÿпери çăлтăрсене тытма ĕмĕтленнĕскерне, ытла та усал шăршă кĕнипе никам та çĕклесе пырайман.
(11) Халĕ ĕнтĕ вăл, чирпе авăнса ÿкнĕскер, хăйĕн чăтма çук пысăк мăнаçлăхне маннă та Турă хаса панипе асапĕ самантсерен вăйланнăçемĕн Турра пĕлме те тытăннă.
(12) Хăйĕн ирсĕр шăршине хăй те тÿсме пултараймасăр, вăл çапла каланă: «Турра пăхăнни тĕрĕс, вилме çуралнă çыннăн Турăпа тан пулас тесе мăнаçланса шухăшлама кирлĕ мар» тенĕ.
(13) Усал çын хăйне каçарман Çÿлхуçана тархасласа çапла каланă:
(14) «эпĕ çĕрпе танлаштарса масар тума васканă сăваплă хулана ирĕклĕ хула тесе пĕлтеретĕп;
(15) иудейсене тупăклăха пытармасăр ачисемпе пĕрле çăткăн кайăксемпе тискер чĕрчунсене пăрахса партараттăм пулсассăн, халĕ вĕсене пурне те Афинă çыннисемпе тан тăватăп;
(16) унччен çаратса тухнă сăваплă Çурта чи чаплă парнесемпе илемлетĕп, сăваплă савăтсене пĕтĕмпех каялла тавăрса парăп, ытларах та парăп, парне валли каякан тăкака хамăн тупăшран парса тăрăп;
(17) ку çеç мар-ха, хам иудей пулса тăрăп, çын пурăнакан тĕрлĕ вырăнпа иртÿçĕн Турă вăйĕ çинчен пĕлтерсе пырăп» тенĕ.
(18) Анчах ыратни нимĕн чухлĕ те чакман, мĕншĕн тесессĕн ăна Туррăн тÿрĕ сучĕ çитнĕ пулнă, вара вăл, йăлтах аптăраса çитсе, иудейсем патне çакăн пек йăлăнса çырса янă:
(19) «Антиох патша тата çарпуçĕ ырă иудей граждансене пысăк савăнăç, сывлăх тата ырăлăх сунать.
(20) Эхер те эсир хăвăр ачăрсемпе пĕрле сывă халлĕн пурăнатăр пулсассăн, сирĕн ĕçĕрсем хăвăр ĕмĕтленнĕ пекех пыраççĕ пулсассăн, эпĕ, тÿпене шанса, Турра питех те, питех те тав тăватăп.
(21) Эпĕ вара чирлĕ выртатăп, эсир мана хисепленине, манпа кăмăллă пулнине юратса аса илетĕп. Перси çĕрĕнчен таврăннă чухне йывăр чирлесе ÿксессĕн, эпĕ пĕтĕм халăх хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшмалла тесе шутларăм.
(22) Ĕмĕтĕме татса пăшăрханмастăп пулин те, чиртен хăтăлас çирĕп шанчăкăм пур пулин те, эпĕ аттемĕм тунă пек тăвас терĕм:
(23) аттемĕм тури çĕршывсенче вăрçă вăрçнă чухне хăй хыççăн патшана кам лармаллине пĕлтерсе хунă,
(24) вăл ĕнтĕ мĕнле те пулин кĕтмен япала сиксе тухсассăн е инкек-синкек çитсессĕн, çĕршыв çыннисем çĕршыва тытса пыма кама шаннине пĕлччĕр, пăлханса ан ÿкчĕр тенĕ;
(25) ку кăна мар-ха, таврари тата хамăр патшалăхпа кÿршĕллĕ çĕршывсен пуçлăхĕсем вăхăта сăнаса тăнине, ĕç мĕнле вĕçленессе кĕтнине асăрхаса, эпĕ патша пулма хамăн Антиох ывăлăма лартатăп, тури патшалăхсенче çÿренĕ чухне эпĕ ăна тăтăшах сирĕн аллăра шанса парса хăварнă, сирĕнпе нумайăшĕпе паллаштарнă; эпĕ ун патне уйрăммăн çырса ятăм.
(26) Çапла вара манăн ырă ĕçĕмсене пĕтĕмĕшле те, уйрăммăн та асра тытса, ман тĕллĕн те, ывăлăм тĕллĕн те паянхи ырă кăмăлăра сыхласа хăварма ÿкĕтлесе ыйтатăп.
(27) Вăл ĕнтĕ, манăн кăмăлăма пăхăнса, сирĕнпе ырă кăмăллă та çынлăхлă пуласса шанса тăратăп» тенĕ çырăвĕнче Антиох.
(28) Вара çак çынвĕлерен, Турра хурлакан, ыттисене асап кăтартнăскерĕ, хăй те йывăр асап тÿссе пурăнăçне ют çĕршыври ту хушшинче мĕскĕн вилĕмпе вĕçленĕ.
(29) Унăн ÿтне Филипп, ачалăхри тусĕ, тиесе килнĕ, хăй вара, Антиох ывăлĕнчен хăраса, Египет çĕрне Птоломей Филопатор патне тухса тарнă.
10
(1) Маккавей вара хăйĕн çыннисемпе пĕрле, Çÿлхуçа ертсе пынипе, каллех Турă Çурчĕпе хулана йышăннă,
(2) ют халăх çыннисем уçă вырăна туса лартнă чÿк парни вырăнĕсемпе йĕрĕх çурчĕсене аркатса тăкнă.
(3) Турă Çуртне тасатса, вĕсем урăх парне вырăнĕ туса лартнă; чул хĕртсе вут чĕртсессĕн, икĕ çул иртнĕ хыççăн парне кÿнĕ, тĕтĕркĕчпе çутаткăçсем тунă, парне çăкăрĕсем хунă.
(4) Çакна пурне те йĕркелесе çитерсессĕн, вĕсем, ÿлĕмрен кунашкал инкеке лекмелле ан пултăрччĕ тесе, Çÿлхуçана çĕре ÿксе тархасланă; эхер те çылăха кĕрес пулсассăн та, Вăл пире Турра хурлакан суя тĕнлĕ халăхсен хаяр аллине памасăр хĕрхенсе хаса патăрччĕ, тенĕ.
(5) Турă Çуртне ĕнтĕ шăпах ăна ют халăх çыннисем ирсĕрлесе хăварнă кун, çав хаслев уйăхĕн çирĕм пиллĕкĕмĕш кунĕнче, тасатнă.
(6) Вара вĕсем, хÿшĕ уявĕнчи евĕрлĕ, сакăр кун савăннă, çак вăхăтчен кăшт маларах кăна-ха хăйсем, тискер кайăксем пек, хÿшĕ уявне ту хушăкĕпе çĕр хăвăлĕнче ирттернине аса илнĕ.
(7) Çавăнпа вĕсем, хăва курăкĕпе яваланă туясем, чечек çурнă туратсемпе пальма турачĕсем тытса, Хăйĕн вырăнне тасатма Пулăшакана аслăласа мухтав
юррисем юрланă.
(8) Вара калаçса татăлса, пурте пĕрле йышăнса, пĕтĕм Иудея халăхĕн çак кунсене çулсеренех уявламалла тесе палăртса хунă.
(9) Ĕнтĕ Епифан тенĕ Антиох вилĕмĕ çапла пулнă.
(10) Вăрçă инкекĕсем çинчен каланипе çырлахса, халĕ çав усал çыннăн ывăлĕ Антиох Евпатор вăхăтĕнче мĕн-мĕн пулса иртнине çырса кăтартăпăр.
(11) Патшалăха йышăнсассăн, ăна тытса тăрас ĕçе вăл Келе-Сири çĕрĕпе Финикия çĕрĕн тĕп çарпуçне Лисие шанса панă.
(12) Макрон теекен Птоломей, иудейсен тĕлĕшĕпе нумай тĕрĕсмарлăх пулнă хыççăн вĕсемпе йĕркеллĕ пулни лайăхрах тесе шухăшлаканскер, мĕнпур ĕçе вĕсемпе килĕшÿллĕ вĕçлеме тăрăшнă.
(13) Çавăнпа та патшан юратнă çыннисем Евпатор умĕнче ун çинчен элеклесе тултарнă. Птоломей вара — Филометор шанса панă Кипра пăрахса хăварса Антиох Епифан патне куçнăшăн хăйне пур енчен те сутăнчăк тенине илтсе, ĕнтĕ хăйне хисеплеттерейми пулнăран хуйхăрса — наркăмăш ĕçсе вилнĕ, хăйĕн пурăнăçне çапла вĕçленĕ.
(14) Горгий ĕнтĕ çав вырăнсенче çарпуç пулса тăнă та, тара кĕрĕшнĕ çар тытса, пĕр вĕçĕмсĕр иудейсене хирĕç вăрçă вăрçнă.
(15) Горгий пекех, тĕреклĕлетнĕ меллĕ вырăнсем тытса тăракан идумейсем те иудейсене канăç паман, Иерусалимран хăваласа янă çынсене хăйсем патне йышăнса вăрçă хускатсах тăнă.
(16) Маккавейпа пĕрле пулнисем, кĕлтуса, Турра хăйсене вăрçăра пулăшса пыма ыйтса, идумейсен тĕреклĕлетнĕ вырăнĕсем çинелле ăнтăлнă.
(17) Вирлĕн тапăнса, вĕсем çак вырăнсене ярса илнĕ, хÿме çинче çапăçакансене пурне те тавăрнă, тĕл пулакансене пурне те вĕлернĕ, çирĕм пин çынран кая мар тĕп тунă.
(18) Тăхăр пинрен кая мар çын вара лайăх тĕреклĕлетнĕ, çавăрса илекенсене хирĕç çапăçма мĕн кирлине йăлтах хатĕрлесе хунă икĕ пашнене тарса пытаннă.
(19) Симона, Иосифа тата Закхее çавсене çавăрса илме самаях пысăк йышпа хăварса, Маккавей хăй кирлĕрех вырăна тухса кайнă.
(20) Симонпа пĕрле пулнисем, кĕмĕле юратса, пашнене пытаннисенчен хăшне-пĕрне укçан сутăннă; çитмĕл пин драхма илсе, хăшĕсене тухса тарма май панă.
(21) Çакăн çинчен Маккавее пĕлтерсессĕн, вăл, халăх çулпуçĕсене пуçтарса, вĕсене кĕмĕлшĕн хăйсенĕн тăванĕсене сутнăшăн, тăшмансене кăларса янăшăн ятланă.
(22) Вăл çак çынсене, сутăнчăка тухнăскерсене, вĕлерттернĕ те çавăнтах икĕ пашнене ярса илнĕ.
(23) Аллинчи кăралĕ унăн яланах ăнăçлă пулнă, вăл çак тĕреклĕлетнĕ икĕ вырăнта çирĕм пин çын ытла пĕтернĕ.
(24) Маларах иудейсем çĕмĕрсе тăкнă Тимофей ĕнтĕ ют çĕршыв çыннисенчен шутсăр йышлă çар пухнă, Азири юланутçăсене те сахал мар пуçтарнă, вара Иудейăна çитнĕ — ăна ярса илесшĕн пулнă.
(25) Вăл çывăхарса пынă чухне Маккавейпа пĕрле пулнисем, пуçĕ çине тусан сапса, пилĕкне хуйхă тумтирĕ çыхса, Турра кĕлтума пуçланă.
(26) Парне вырăнĕ умне ÿксе, вĕсем Ăна хăйсене хĕрхенме, саккунра каланă пек, хăйсен тăшманĕн тăшманĕ, хăйсене хирĕç тăракансен хирĕç тăраканĕ пулма тархасланă.
(27) Кĕлтунă хыççăн вĕсем кăрал илсе хуларан аякка тухса кайнă; тăшман патнелле çывăхарсассăн вара чарăнса тăнă.
(28) Хĕвел тухсассăн кусем те, лешĕсем те çапăçăва кĕнĕ — пĕрисем, темле паттăр пулсан та, хăйсене Турă ăнăçупа çĕнтерÿ парасса шанса çапăçнă, тепĕрисене çапăçура хăйсен хаяр çилли ертсе пынă.
(29) Хĕрÿ тытăçу пынă чухне тăшмансем тÿперен ылтăн йĕвенлĕ ут утланнă пилĕк чаплă ар аннине курнă, вĕсенчен иккĕшĕ иудейсене ертсе пынă:
(30) вĕсем Маккавее хăйсем хушшине тăратнă та ăна, кăралĕпе хÿтĕлесе, аманасран сыхласа тăнă, тăшман çине вара çĕмренпе çиçĕм ывăтнă, лешĕсем ĕнтĕ, куçĕ шарса кайнипе, сехĕрленсе ÿкнипе пăтрашăнса кайса, хăйсемех пĕр-пĕрне пĕтернĕ.
(31) Çирĕм пин те пилĕкçĕр çуран çынпа ултçĕр юланутçăна тĕп тунă.
(32) Тимофей хăй Херей пуçлăх тытса тăракан çав тери çирĕп тĕреклĕлетнĕ Газара теекен кереме тарса ÿкнĕ.
(33) Маккавей çыннисем çак кереме тăватă кун хушши хавхаланса хупăрласа тăнă.
(34) Кереме пытаннисем вара, çак вырăна çĕмĕрсе кĕреймеççĕ тесе шанса тăракансем, тем тĕрлĕ те хăртнă, киревсĕр сăмахсем каласа кăшкăрашнă.
(35) Пиллĕкĕмĕш кунхине, тул çутăлсан, Маккавей çыннисем çирĕм çамрăк, çавнашкал усал сăмах илтсе тарăхса çитнĕскерсем, хÿме çине хăюллăн улăхса кайнă та тĕл пулакана-пĕрне тискер кайăкла хаяррăн вĕлере-вĕлере пăрахнă.
(36) Пăлханса кайнă вăхăтра ыттисем те шалта пытанса ларакансем çине сиксе ÿкнĕ, пашнесене çунтарма пуçланă; йĕритавралла кăвайт чĕртсе, хурласа калаçакансене чĕрĕллех çунтарнă; тепĕрисем хапхасене аркатнă, ытти çара шала кĕртсе ярса хулана туртса илнĕ.
(37) Шăтăкра пытанса ларнă Тимофее вĕлернĕ, çавăн пекех унăн тăванне Херее те, Аполлофана та вĕлернĕ.
(38) Çак ĕçе вĕçлесессĕн, Çÿлхуçана — Израиле нумай ырăлăх кÿнĕ, хăйсене çĕнтерÿ парнеленĕ Çÿлхуçана — юрă юрласа, мухтавласа тав тунă.
11
(1) Вăхăт нумаях та иртмен, Лисий — патшанăн пеккунĕ тата çывăх тăванĕ, патша лартнă çын — мĕн пулса иртнине питех те кулянса чăтса ирттернĕ хыççăн
(2) сакăрвунă пин çынна çити çуран çар тата пĕтĕм утлă çарне пуçтарнă та Иерусалим хулине ярса илсе ăна эллинсем пурăнакан вырăн туса хурас тĕллевпе иудейсене хирĕç тухса кайнă,
(3) суя тĕнлисене хăйсен йĕрĕхĕсен çурчĕсемшĕн налук тÿлеттернĕ пек, вăл Турă Çурчĕ тĕлĕшĕпе те çавăн пек тума, аслă священникăн вырăнне вара çулленех тÿлевлĕ вырăн туса хума шутланă.
(4) Турă хăвачĕ çинчен вăл нимĕн чухлĕ те шухăшламан, вуншар пинлĕ çуран çара, пин-пин утлă çара, сакăрвунă сăлана шаннă.
(5) Иудея çĕрне çитсе Иерусалимран пилĕк стадири Вефсура теекен тĕреклĕлетнĕ вырăн патне çывăхарнă та ăна çавăрса илнĕ.
(6) Маккавейпа унăн çыннисем, хăйсен керемĕсене çавăрса илнине пĕлсессĕн, халăхпа пĕрле куççулĕпе йĕрсе Çÿлхуçана
Израиле çăлмашкăн ырă Ангел ярса пама тархасланă.
(7) Маккавей вара, чи малтан хăй кăрал тытса, ыттисене хăрушлăха пăхмасăр хăйпе пĕрле кайса тăванĕсене пулăшма ÿкĕтленĕ; лешĕсем çийĕнчех унпа пĕрле çула тухнă.
(8) Иерусалим патне çывăхарсассăнах, вĕсене ертсе пыраканĕ — шурă тумлă юланутçă, ылтăн кăралĕпе хăмсараканскер — курăнса кайнă.
(9) Маккавей çыннисем пурте пĕрле ырă кăмăллă Турра тав тунă, чун-чĕрипелен çынсене анчах мар, хăрушă тискер кайăксене те, тимĕр хÿмесене те çапса салатмаллах хастарланса çирĕпленнĕ.
(10) Вĕсем, йĕркеленсе тăрса, малалла кайнă, вĕсем майлă çапăçма тÿперен килнĕскерĕ вĕсемпе пĕрле пынă, Çÿлхуçа ырăлăхĕ çитнĕ.
(11) Тăшман çине вĕсем арăслан пек сиксе ÿкнĕ те вĕсенĕн вунпĕр пин çуран çыннине, пин те ултçĕр юланутçине пĕтерсе пăрахнă, ыттисене пурне те хăваласа янă.
(12) Аманнисенчен чылайăшĕ çарамасланса тара-тара хăтăлнă, Лисий те намăсла тарса хăтăлнă.
(13) Вăл тавçăрусăр çын пулман, мĕншĕн ăнăçсăр çапăçнине хăй тĕллĕн тишкерсе хакланă та çакна ăнланса илнĕ: еврейсене çĕнтерме çук, мĕншĕн тесессĕн вĕсене Пурне те Пултаракан Турă пулăшса пырать; çавăнпа вĕсем патне çын янă,
(14) вăл саккунлă ыйтусене йăлтах тивĕçтерсе тăма пулнă, патшана та вĕсенĕн тусĕ пулма ÿкĕте кĕртессе шантарнă.
(15) Маккавей, усси пултăр тесе, Лисий сĕннипе йăлтах килĕшнĕ, мĕншĕн тесессĕн Лисий çырăвне, иудейсем пирки çырнă çырăва, илнĕ хыççăн Маккавей ăна мĕн сĕннине патша пĕтĕмпех ырланă.
(16) Лисий иудейсем патне çырнă çырура акă çапла каланă пулнă: «Лисий Иудея халăхне савăнăç сунать.
(17) Эсир янă Иоанпа Авессалом, алă пустарнă хурав хутне парса, унта мĕн çырнине пурăнăçлама ыйтрĕç.
(18) Çапла вара эпĕ патшана мĕн-мĕн пĕлтермеллине ăнлантарса патăм, мĕн йышăнма палăртнипе вăл килĕшрĕ.
(19) Çавăнпа та, эхер те эсир патшапа ырă пурăнас пулсассăн, ÿлĕмрен те эпĕ сире ырăлăх кÿрес тĕлĕшпе пулăшăп.
(20) Уйрăм вак ыйтусем пирки вара эпĕ хăвăр янă çынсене те, хам янă çынсене те сирĕнпе калаçса татăлма хушрăм.
(21) Сывлăхлă пулăр! Çĕр хĕрĕх саккăрмĕш çул, диоскоринфий уйăхĕ, çирĕм тăваттăмĕш кун».
(22) Патша çырăвĕ вара çапларах пулнă: «Антиох патша Лисий тăванăма савăнăç сунать.
(23) Манăн аттем турăсем патне ĕмĕрлĕхе кайнă вăхăтранпах эпир патшалăхри çынсем хăйсен ĕçĕсене пĕр пăлханмасăр тума пултарччăр тесе тăрăшатпăр.
(24) Эпир иудейсем манăн аттем çĕнĕ йăла-йĕрке — эллин йăлисене — çирĕплетес тенипе килĕшменни çинчен, вĕсем хăйсен саккуннех мала хуни, çавăнпа та хăйсен саккуннех уяса тăмашкăн ирĕк пама ыйтни çинчен илтсе пĕлтĕмĕр;
(25) вара ку халăха та канăçсăрлантарас мар тесе, çапла тума хушатпăр: вĕсем хăйсенĕн Турри Çуртне çĕнетчĕр, вĕсем хăйсен тĕп аслашшĕсен йăли-йĕркипе пурăнччăр.
(26) Çапла вара эсĕ вĕсем патне çын ярсассăн, вĕсемпе килĕшÿ тусассăн, аван пулĕччĕ, ан тив, вĕсем пирĕн шухăшсене пĕлсе ырă кăмăллă пулччăр, хăйсен ĕçне малалла хаваслăн туса пыччăр» тенĕ çырура.
(27) Халăх патне янă çырăвĕнче вара патша çапла каланă: «Антиох патша иудейсен аслă çыннисене тата ытти иудейсене савăнăç сунать.
(28) Эхер те эсир сывлăхлă тăратăр пулсассăн, эпир сире çавнах сунатпăр — эпир те сывлăхлах пурăнатпăр.
(29) Эсир пирĕн патăмăрти çыннăрсем патне килме шутлани çинчен Менелай пире пĕлтерчĕ.
(30) Çапла вара ксанфик уйăхĕн вăтăрмĕш кунĕччен килекенсене сылтăм аллăм хăрушсăрлăх шантарма хатĕр:
(31) иудейсем, унчченхи пекех, хăйсен апат-çимĕçне çиме, хăйсен саккунĕсене уяса тăма пултараççĕ, малтанхи пăтрашушăн вĕсене нихăшне те нимĕнле майпа та канăçсăрлантармĕç.
(32) Сире лăплантарма эпĕ сирĕн пата Менелая ятăм.
(33) Сывлăхлă пулăр! Çĕр хĕрĕх саккăрмĕш çул, ксанфик уйăхĕн вунпиллĕкĕмĕш кунĕ».
(34) Вĕсем патне Рим çыннисем те çакăн пек çыру çырса янă: «Квинт Меммий тата Тит Манлий — Римăн аслă çыннисем — Иудея халăхне савăнăç сунаççĕ.
(35) Патша тăванĕ Лисий сире мĕн панине эпир те çирĕплететпĕр.
(36) Вăл патшана мĕн-мĕн пĕлтернине хăвăр хушшăрта сÿтсе явăр та васкасах кама та пулин кунта ярăр, эпир те сире кирлине тума пултарар, мĕншĕн тесессĕн эпир Антиохие кайма хатĕрленетпĕр.
(37) Çавăнпа та васкăр, кама та пулин ярăр, сирĕн шухăшăра эпир те пĕлсе тăрар.
(38) Сывлăхлă пулăр! Çĕр хĕрĕх саккăрмĕш çул, ксанфик уйăхĕн вунпиллĕкĕмĕш кунĕ».
12
(1) Çак килĕшÿ-тату ĕçĕсене вĕçлесессĕн, Лисий патша патне кайнă, иудейсем вара çĕр ĕçне пикеннĕ.
(2) Анчах вырăнти çарпуçсем Тимофей тата Геней ывăлĕ Аполлоний, çавăн пекех Иеронимпа Димофон, вĕсемсĕр пуçне Кипр пуçлăхĕ Никанор вĕсене лăпкă та хăрамасăр пурăнма май паман.
(3) Иоппи çыннисем вара Турра хирĕçле çакăн пек ĕç тунă: вĕсем, усал шухăш тытнине палăртмасăр, хăйсемпе пĕрле пурăнакан иудейсене арăмĕсемпе, ачи-пăчипе пĕрле хăйсем малтанах хатĕрлесе хунă кимĕсем çине ларма сĕннĕ.
(4) Вĕсемпе килĕштерсе пурăнма тăрăшнă иудейсем пĕр иккĕленмесĕр карап çине ларнă, Иоппи çыннисем вара шалалла ишсе кĕнĕ те вĕсене шыва путарнă, унта икçĕр çынран кая мар пулнă. Çакна вĕсем пĕтĕм хула халăхĕ çапла йышăннипе тунă.
(5) Хăйĕн йăхташĕсене çапла тискеррĕн пĕтерни çинчен илтсессĕн, Иуда çакна хăйĕн çыннисене пĕлтернĕ,
(6) вара тĕрĕс Тÿрене Турра кĕлтуса, хăйĕн тăванĕсене ирсĕррĕн вĕлерекенсене хирĕç тухнă, çĕрле пристаньпе кимĕсене çунтарса янă, унта чупса пынисене вĕлернĕ.
(7) Çак вырăн хупă тăнă, çавăнпа вăл кунта татах килсе Иоппи çыннисене пурне те тĕп тума шутласа каялла кайнă.
(8) Иамния çыннисем те хăйсем патĕнче пурăнакан иудейсене çаплах тума шутланине пĕлсессĕн вара,
(9) вăл çĕрле Иамния çыннисене те тапăннă, пристаньпе карапсене çунтарса янă, пушар çути хĕрĕх стадире ларакан Иерусалимра та курăнса тăнă.
(10) Тимофее хирĕç çапăçма кайнă чухне, çав вырăнтан тăхăр стади пăрăнса
кайсассăн, вĕсем çине арабсем — пилĕк пин çынран, пилĕкçĕр юланутçăран кая мар — тапăннă.
(11) Çапăçу хаяр пулнă, Иудăпа пĕрле пулнисем Турă пулăшнипе çĕнтерсессĕн, çухату туснĕ куçса çÿрекен арабсем Иудăна килĕшÿ тума ыйтнă, вĕсене выльăх-чĕрлĕх парса тăма тата ытти енĕпе усă кÿме пулнă.
(12) Иуда вара, вĕсем чăнах та нумай тĕлĕшрен усăллă пулма пултарассине ăнланса, вĕсемпе килĕшнĕ; килĕшу тунă хыççăн арабсем хăйсен чатăрĕсене саланнă.
(13) Иуда тата çирĕп кĕперлĕ, йĕри-тавра хÿме тытса çавăрнă, тĕрлĕ халăх пурăнакан Каспин ятлă хулана тапăннă.
(14) Хула çыннисем, тĕреклĕ хÿмине тата апат-çимĕç нумаййине шанса, ытла та чăрсăр хăтланнă: Иуда çыннисене усаллăн хăртнă, Турра хурланă, киревсĕр сăмахпа вăрçнă.
(15) Анчах Иуда çынннисем тĕнченĕн аслă Патшине — Иисус вăхăтĕнче хÿмене çĕмĕрекен машинăпа сăпрайсăрах Иерихон хулине аркатнăскерне — пулăшăва чĕнсе хÿме çине тискер кайăкла сиксе ÿкнĕ.
(16) Турă пулăшнипе вĕсем хулана ярса илнĕ, шутсăр нумай çынна вĕлернĕ, çывăхри икĕ стади сарлакăш кÿлĕ юнпа тулса ларнăн курăннă.
(17) Çав вырăнтан çичçĕр аллă стади кайсассăн, вĕсем Харак ятлă хулана, тувиинсем тенĕ иудейсем патне çитнĕ;
(18) анчах унта Тимофее тĕл пулайман, лешĕ, нимĕн тумасăрах, ку çĕршывран тухса кайнă, çапах та пĕр вырăнта питĕ вăйлă хурал хăварнă.
(19) Маккавейпа пĕрле пулнă çулпуçсем Досифей тата Сосипатр çавăнта кайнă та Тимофей керемре хăварнă çынсене, вунă пин ытла çынна, тĕп тунă.
(20) Вара Маккавей, хăйĕн çарне темиçе ушкăна пайласа, Досифейпа Сосипатра вĕсене ертсе пыма лартса, Тимофее тапăнма васканă, Тимофейăн хăйпе пĕрле çĕр çирĕм пин çынлă çуран çар, пин те пилĕкçĕр çынлă утлă çар пулнă.
(21) Иуда çывăхарса килни çинчен пĕлсессĕн, Тимофей хĕрарăмсемпе ачасене, ытти лавсене Карнион теекен кереме янă, мĕншĕн тесессĕн вырăнĕ хĕсĕккине пула ку кереме çавăрса илме май пулман.
(22) Иудăн пĕрремĕш ушкăнĕ курăнса кайсассăнах, тăшмансем хăраса ÿкнĕ, Пурне те Курса Тăракан курăннипе вĕсен сехри хăпнă: вĕсем тарма пуçланă, пĕри унталла, тепĕри кунталла талпăннипе нумайăшĕ хăйсене хăйсемех пĕтернĕ, хăйсен хĕççи çинех пыра-пыра тăрăннă.
(23) Иуда вĕсене çине тăрсах йĕрлесе пынă, суя тĕнлисене вĕлернĕ, вăтăр пине яхăн çынна тĕп тунă.
(24) Тимофей хăй Досифейпа тата Сосипатрпа пĕрле пулнисен аллине лекнĕ, темĕн тĕрлĕ чееленсе хăйне чĕрĕлле кăларса яма тархасланă: ун патĕнче [иудейсен] чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ, хăшĕсен вара тăванĕсем тыткăнра имĕш, эхер те вăл вилсессĕн, вĕсене ĕнтĕ хĕрхенсе тăрас çук.
(25) Вăл вĕсене сыввăн тавăрса пама пулса темĕнле те кала-кала ĕнентернĕ хыççăн, тăванĕсене çăлса хăварас тесе, иудейсем ăна ирĕке янă.
(26) Çакăн хыççăн Иуда ĕнтĕ Карнионпа Атаргатиона хирĕç кайса та çирĕм пилĕк пин çынна пĕтерсе тăкнă.
(27) Вĕсене çĕнтернĕ-парăнтарнă хыççăн Иуда тĕреклĕлетнĕ Ефрон хулине хирĕç кайнă, унта Лисий тата тĕрлĕ халăх çыннисем йышлăн тăнă: хÿме умĕнче тăракан патвар çамрăксем хастар çапăçнă; унтах темĕн чухлĕ çар хатĕрĕпе çĕмрен хатĕрлесе хунă пулнă.
(28) Анчах Иуда çыннисем Пурне те Пултаракана, Хăйĕн хăвачĕпе тăшман вăйне аркатакан Турра, хăйсене пулăшма чĕннĕ те çак хулана ярса илнĕ, унта пулнă çирĕм пилĕк пине яхăн çынна пĕтернĕ.
(29) Унтан тапранса тухсассăн, вĕсем Иерусалимран ултçĕр стадире ларакан Скифополь хули çинелле талпăннă.
(30) Анчах, унта пурăнакан иудейсем каланă тăрăх, Скифополь çыннисем вĕсемпе яланах, хăйсене йывăр килнĕ вăхăтра та, ăшă кăмăллă пулнă;
(31) Скифополь çыннисене тав туса, ÿлĕмрен те хăйсен йăхĕпе ырă кăмăллă пулма ыйтса, Иуда çыннисем Иерусалима тухса кайнă, мĕншĕн тесессĕн эрне уявĕ çывăхарса килнĕ.
(32) Аллăмĕш кун уявĕ теекен уяв хыççăн вĕсем Идумея çарпуçне Горгие хирĕç кайнă.
(33) Лешĕ виçĕ пин çуран çынлă, тăватçĕр юланутлă çарпа тухнă.
(34) Çапăçура иудейсем нумай пĕтмен.
(35) Досифей — Вакинора пăхăнса çапăçнисенчен пĕри, юланутçă, вăйпитти ар — Горгие ярса тытнă, çав ылханлă çынна чĕрĕлле тыткăна илес тесе, ăна юпăнчинчен çатăрласа сĕтĕрсе пынă; анчах Фракия юланутçисенчен пĕри ун патне сиктерсе çитнĕ те хулне касса пăрахнă, Горгий вара Марисăна тарса кайнă.
(36) Ездринпа пĕрле пулнисем вăрах çапăçнипе ывăнса çитсессĕн, Иуда хăйсене пулăшмашкăн Çÿлхуçана чĕннĕ, çапăçура пуçласа ертсе пыраканĕ Вăл пултăр тенĕ.
(37) Ашшĕсен чĕлхипелен янăравлă сасăпа юрă пуçланă та вăл кăшкăрса янă, вара кĕтмен çĕртен Горгий çыннисем çине вирхĕнсе вĕсене хăваласа янă.
(38) Унтан Иуда, хăйĕн çарне ертсе, Одоллам хулине кайнă, çиччĕмĕш кун çитнĕ пирки вĕсем, йăла тăрăх, тасалнă та шăматкуна уявланă.
(39) Тепĕр кунхине Иуда çыннисем, тивĕç хушнипе, пуç хунисен ÿтне пуçтарма, вĕсене хурăнташĕсемпе юнашар ашшĕсен тупăклăхне пытарма кайнă.
(40) Вĕсем кашни вилнĕ çыннăн хитонĕ айĕнчех Иамния йĕрĕхĕсене халалланă япаласем тупнă, иудейсене саккун ун пек тума хушмасть; çапла вĕсем мĕншĕн вилни пуриншĕн те паллă пулнă.
(41) Вара пурте пытаннă вăрттăнлăха уçса паракан сăваплă Çÿлхуçа Тÿрене мухтавланă,
(42) вĕсем кĕлтунă, тунă çылăх пачах çухалтăрччĕ тесе тархасланă; мухтавлă Иуда пуç хунисен айăпĕпе мĕн пулса иртнине хăйсен куçĕпе хăйсем курнă халăха çылăхран сыхланса пурăнма ÿкĕтленĕ.
(43) Арçынсен шутне кура икĕ пин драхма таран кĕмĕл пухса, вăл ăна çылăхшăн парне кÿмешкĕн Иерусалима ăсатнă, çапла вăл, чĕрĕлĕх пирки шухăшласа, питĕ лайăх та сăваплă ĕç тунă;
(44) ĕнтĕ вăл çапăçура пуç хунисем чĕрĕлсе тăрасса шанман пулсассăн, вилнисемшĕн кĕлтуни ытлашши те усăсăр пулнă пулĕччĕ.
(45) Анчах вăл сăваплăн вилекенсем валли чаплă тивлет хатĕрлесе хунă тесе шухăшланă,— мĕн тери таса та сăваплă шухăш! — çавăнпа ĕнтĕ вилнисемшĕн çырлахтаракан парне кÿнĕ, вĕсенĕн çылăхĕ каçарăнтăр тенĕ.
13
(1) Çĕр хĕрĕх тăххăрмĕш çулта Иудăпа пĕрле пулнисем патне Антиох Евпатор йышлă çарпалан Иудея çине килет теекен хыпар çитнĕ,
(2) патша пеккунĕ, патшалăха тытса тăракан Лисий та унпа пĕрлех иккен, вĕсен кашнийĕн — эллин çарĕ: çĕр вунă пин çынлă çуран çар, пилĕк пин те виççĕр юланутçă, çирĕм икĕ сăлан тата çивĕч хĕçлĕ виççĕр çар урапи.
(3) Патшалăха çăлса хăварас шухăшпа мар, пуçлăх вырăнне илес шанчăкпа, Антиоха питĕ чеен хĕтĕртсе, Менелай та вĕсемпе пĕрлешнĕ.
(4) Анчах патшасенĕн Патши ĕнтĕ Антиох çиллине çак йĕркесĕр çын çине куçарнă, вара, Лисий мĕнпур инкекшĕн Менелай айăплă пулнине ăнлантарса парсассăн, Антиох ăна Берия хулине илсе кайма, унти йăлапа вĕлерме хушнă.
(5) Çав вырăнта кĕл тултарнă пашне, аллă чике çÿллĕшскер, ларать; ун ăшĕнче çавăрăнса тăрса кĕл çине анса ларакан сăпрай пулнă.
(6) Турă саккунĕсене пăсакансене тата виçерен тухса ытти усал ĕç тăвакансене яланах çавăнта пăрахса вĕлереççĕ.
(7) Çавăн пек вилĕмпе вилме лекнĕ ĕнтĕ усал Менелая, ăна çĕре те пытарман,— ку питех те тĕрĕс пулнă:
(8) вăл, Çÿлхуçана парне кÿрекен вырăна хирĕç — вучĕ те, кĕлĕ те сăваплă шутланакан парне вырăнне хирĕç — нумай çылăх тунăскер, вилĕмне те кĕл ăшĕнче тупнă.
(9) Çав хушăра патша, ăссăр та хаярскер, малаллах кайнă, иудейсене вăл хăй ашшĕ вăхăтĕнче кăтартнă асапран та хăрушăрах инкек-синкек кÿме шухăшланă.
(10) Çакăн çинчен пĕлсессĕн, Иуда халăха ир те, каç та Çÿлхуçана кĕлтума, саккунсăр, тăван çĕрсĕр, Туррăн сăваплă Çурчĕсĕр тăрса юлас хăрушлăх умĕнче Вăл
халĕ те унчченхи пекех Хăйĕн пулăшăвне ятăрччĕ,
(11) тин кăна кăштах лăпланнă халăха Вăл усал чĕлхеллĕ суя тĕнлисен пусмăрне ан патăрччĕ тесе тархаслама хушнă.
(12) Çынсем, пурте пĕр кăмăллă пулса, виçĕ кун хушши йĕрсе, типĕ тытса, чĕркуçленсе ларса Çÿлхуçана — хĕрхенекен Çÿлхуçана — пĕр вĕçĕмсĕр кĕлтунă; вара Иуда вĕсене ырланă, хатĕрленсе тăма хушнă.
(13) Аслă çынсемпе çеç юлсан, вĕсемпе канаш тытнă, вара патша çарĕ Иудейăна çитсе хулана ярса иличчен маларах хирĕç тухма, ĕçе Турă пулăшнипе татса пама шутласа хунă.
(14) Хăйсене упрама Тĕнчене Пултаракана шанса, Иуда хăйĕн çыннисене саккунсемшĕн, Турă Çурчĕшĕн, хулашăн, тăван çĕршĕн, граждан ирĕклĕхĕшĕн паттăррăн, пурăнăçа хĕрхенмесĕр çапăçма ÿкĕтленĕ, вара хăйĕн çарне Модин çывăхĕнче вырăнаçтарса тухнă.
(15) Хăйпе пĕрле пулнисене «Турă çĕнтерĕвĕ» текен паллă парса, вăл суйласа илнĕ патвар çамрăксемпе çĕрле патша чатăрне тапăннă, унăн çарĕнчи тăватă пине яхăн çынна вĕлернĕ, кунсăр пуçне чи пысăк сăланне ун çинче ларакан халăхĕ-мĕнĕпе тĕп тунă.
(16) Юлашкинчен, патша çарне сехĕрлентерсе-пăлхатса хăварса, чиперех каялла кайнă.
(17) Ку ĕнтĕ Çÿлхуçа хÿттипе тул çутăласпа пулса иртнĕ.
(18) Патша, иудейсен паттăрлăхне пĕлсе çитнĕскер, хăш-пĕр вырăна чеелĕхпе тытса илме хăтланнă.
(19) Вăл ĕнтĕ иудейсен тĕреклĕ керемне Вефсурăна тапăннă, анчах тарса кайма, парăнма тивнĕ, çухату тÿснĕ.
(20) Иуда керемри çынсене мĕн кирлине пĕтĕмпех яра-яра панă.
(21) Иудейсен çарĕнчи Родок ятлă пĕр çын тăшмансене çак вăрттăнлăх çинчен пĕлтернĕ, ăна ĕнтĕ шыраса тупнă, ярса тытса хупса лартнă.
(22) Иккĕмĕш хутĕнче патша Вефсура çыннисемпе калаçса татăлнă; вăл вĕсене килĕшÿ сĕннĕ, лешĕсем çакăнпа килĕшнĕ, вара вăл, унтан кайса, Иуда çыннисене тапăннă, анчах ăна хăйне аркатса тăкнă.
(23) Антиохире патшалăха тытса пыма хăварнă Филипп хăйĕнчен уйрăлса кайнине пĕлсессĕн, патша аптăраса ÿкнĕ: иудейсене ÿкĕтлеме тытăннă,
йăвашланнă, вĕсенĕн вырăнлă ыйтăвĕсене пĕтĕмпех тивĕçтерме тупа тунă, унтан вĕсемпе килĕшнĕ, парне кÿнĕ, Турă Çуртне хисеп тунă, хулана ырăлăх кÿнĕ,
(24) Маккавее йышăннă, ăна Птолемаидăран пуçласа Герар таранах çарпуç пулма лартнă.
(25) Ун хыççăн вăл Птолемаидăна кайнă: Птолемаида çыннисем килĕшÿпе кăмăлсăр пулнă, мĕн калаçса татăлнине сивленĕ, ăна пăрахăçласшăн пулнă.
(26) Сут тăвакан вырăна Лисий тухнă, май килнĕ таран хÿтĕленнĕ, вĕсене ÿкĕте кĕртнĕ, лăплантарнă, вĕсен кăмăлне çавăрнă та Антиохие тухса кайнă. Çапăçу çапла вĕçленнĕ, патша ĕнтĕ каялла таврăннă.
14
(1) Виçĕ çул иртсессĕн Иудăпа унăн çыннисем патне Селевк ывăлĕ Димитрий вăйлă çарпа — тип çĕр тата тинĕс çарĕпе — Триполис пристаньне ишсе килнĕ те,
(2) çĕршыва ярса илсе, Антиохпа унăн пеккунне Лисие вĕлернĕ текен хыпар çитнĕ.
(3) Алким теекенскер — унччен аслă священник пулнă, анчах пăлхавăрлă вăхăтра хăйĕн ирĕкĕпе ирсĕрленнĕскер — хăй нимĕнле майпа та çăлăнса юлаймасса, уншăн сăваплă парне вырăнĕ патне çул пулмасса ăнланса,
(4) çĕр аллă пĕрремĕш çулхине Димитрий патша патне пынă, ăна ылтăн пуçкăшăльпе пальма турачĕ парнеленĕ, унсăр пуçне вăл тата Турă Çурчĕн харпăрлăхĕ шутланакан çу йывăçĕн турачĕсене парнеленĕ; çав кунхине Алким нимĕн те ыйтман-ха.
(5) Хăйне Димитрий канаш пухăвне чĕнсессĕн вара, унран иудейсен шухăшĕ-кăмăлĕ мĕнлереххи çинчен ыйтсассăн, вăл, ăссăр шухăшне пурăнăçламашкăн меллĕ самантпа усă курса, çапла каланă:
(6) иудейсем хушшинче асидей теекеннисем пур, вĕсен çулпуçĕ — Иуда Маккавей, çавсем вăрçă майлă, пăлхав çĕклеççĕ, патшалăха тулăхлă пулма памаççĕ.
(7) Çавăнпа та эпĕ, асаттемсен чысĕсĕр тăратса хăварнăскер, урăхла каласассăн, аслă священникран кăларнăскер, халĕ кунта килтĕм,
(8) пĕрремĕшĕнчен, эпĕ патша харпăрлăхĕшĕн пĕтĕм чунтан тăрăшатăп, иккĕмĕшĕнчен, хамăн халăхăмшăн пăшăрханатăп: ĕнтĕ асăннă çынсен ăссăрлăхне пула пирĕн йăх сахал мар инкек тÿсет.
(9) Эсĕ вара, патшамăр, çакна пĕлÿçĕн, хăв пур çынна та юратнипе çĕршывшăн тата пирĕн пусмăр тÿсекен йăхшăн тăрăшсамччĕ:
(10) ĕнтĕ Иуда пулнă чухне канлĕх пулмĕ, тенĕ.
(11) Вăл çапла каланă хыççăн Иудăна юратман ытти канашçăсем Димитрие тата хытăрах хĕтĕртсе янă.
(12) Вăл ĕнтĕ çийĕнчех сăлансемпе хуçаланакан Никанора чĕнтернĕ те ăна Иудейăри çарпуçне лартса унта янă:
(13) Иудăна вĕлерме, унпа пĕр шухăшлă çынсене салатса яма, Алкима вара Турă Çурчĕн — мухтавлă Çуртăн — аслă священникне лартма хушнă.
(14) Вара Иудейăран Иуда патĕнчен тарса кайнă суя тĕнлĕ çынсем, иудейсен хурлăхĕпе инкек-синкекĕ хăйсене ырăлăх кÿрессе шанса, ушкăнĕ-ушкăнĕпе Никанор патне пуçтарăнса пынă.
(15) Иудейсем вара, Никанор вăрçăпа тухни çинчен, ун çумне суя тĕнлисем хутшăнни çинчен илтсессĕн, пуçĕ çине тăпра сапса, Хăйĕн халăхне ĕмĕрлĕхе Суйласа Илнĕскере, Хăйĕн еткерне яланах уççăн хÿтĕлекене кĕлтунă.
(16) Хăйсенĕн çулпуçĕ хушнипе вĕсем унтан васкасах тапранса тухнă та Дессау ялĕ çывăхĕнче Никанор çыннисене тĕл пулнă.
(17) Симон — Иуда тăванĕ — Никанорпа çапăçăва кĕнĕ, анчах та тăшман кĕтмен çĕртен тапăннине пула кĕçех пысăк мар çухату тÿснĕ.
(18) Анчах та Никанор — Иуда çыннисен паттăрлăхĕ çинчен, тăван çĕршывĕшĕн вĕсем епле хăюллăн çапăçни çинчен илтнĕскер — ĕçе юн тăксах татса пама хăранă;
(19) çавăнпа вăл Посидоние, Феодота тата Маттафийăна иудейсемпе килĕшÿ тума янă.
(20) Çакна нумайччен сÿтсе явнă хыççăн, çулпуçĕ çакăн çинчен халăха пĕлтерсессĕн, пĕр шухăш патне пырса тухнă: вĕсем калаçу ирттерме килĕшнĕ,
(21) хăçан пĕрле пуçтарăнмалли кунне палăртса хунă, çав кун çитсессĕн кашнийĕ валли уйрăм пукан лартса тухнă.
(22) Иуда, тăшман енчен кĕтмен çĕртен мĕнле те пулин усал ĕç ан пултăр тесе, меллĕ вырăнсене кăраллă çынсене тăратса тухнă — вара вĕсем лăпкăн канашланнă.
(23) Никанор пĕр вăхăт Иерусалимра пулнă — пĕрре те юрăхсăр ĕç туман, пуçтарăннă халăха каялла янă.
(24) Вăл Иудăна яланах хăйпе пĕрле илсе çÿренĕ, çак çынна пĕтĕм чунтан хисеплеме пуçланă;
(25) ăна авланма, ача-пăчаллă пулма ÿкĕте кĕртнĕ. Иуда авланнă, лăпланнă, киленсе пурăннă.
(26) Алким вара, вĕсем пĕр-пĕрне хисепленине, хăйсем хушшинче килĕштерсе пурăннине курсассăн, тÿрех Димитрий патне кайнă, вăл ăна Никанор патшалăха хирĕç тăшманла шухăш тытнă: Иудăна — патшалăха хирĕç усал ĕç тума шухăшлакана — хăйĕн хыççăнхи çын пулма лартнă тесе каласа панă.
(27) Патша вара, çак усал çыннăн элекĕпе çилленсе те тарăхса кайса, Никанор патне çыру çырса янă, ун пек килĕшĕве чăтма пултарайманни çинчен пĕлтернĕ, Маккавее халех сăнчăрласа Антиохие илсе пыма хушнă.
(28) Çакăн çинчен пĕлсессĕн, Никанор пăлханса ÿкнĕ, нимĕнле тĕрĕсмарлăх та туман çынпала иккĕшĕ хушшинче çирĕпленнĕ килĕшĕве татмалла пулса тухнăшăн пăшăрханнă.
(29) Патшана хирĕç тăма юраманнипе, çакна чеелĕхпе пурăнăçлама майлă самант çаврăнса тухасса кĕтнĕ.
(30) Маккавей вара Никанор ун тĕлĕшшĕн сивĕннине, ахаль тĕлпулусенче те тÿрккесрех пулнине асăрхаса, ку тÿрккеслĕх ырра пĕлтермест тесе шутласа илнĕ те хăйĕн çыннисене сахалах мар пуçтарса Никанортан тарса çухалнă.
(31) Никанор, хăйĕнчен маларах чеереххи Иуда пулнине пĕлсессĕн, священниксем йăла тăрăх парне кÿнĕ чухне Туррăн аслă та сăваплă Çуртне пынă, çав çынна тытса пама хушнă.
(32) Священниксем вăл шыракан çын ăçта иккенне пĕлместпĕр тесе тупа тусах каласассăн,
(33) вăл, сылтăм аллине Турă Çурчĕ еннелле тăсса, тупа туса каланă: эхер те эсир мана Иудăна тытса çыхса памастăр пулсассăн, эпĕ çак Турă Çуртне çĕрпе танлаштаратăп, парне вырăнне ишсе антаратăп, вара çакăнта Диониса халалласа чаплă çурт лартатăп, тенĕ.
(34) Çапла каласассăн, вăл тухса кайнă. Священниксем, аллисене çÿлелле çĕклесе, халăхăмăра яланах Хÿтĕлекене тархасласа каланă:
(35) эй Çÿлхуçамăр, Сана нимĕн те кирлĕ мар, Эсĕ çак Çурта пирĕн хушшăмăрта пурăнмалли вырăну тума кăмăлланă.
(36) Халĕ вара, пур сăваплăхăн Сăваплă Çÿлхуçи, тин кăна тасатнă çак Çурта ирсĕрлетме ан парсамччĕ, ĕмĕрĕмĕр тасан упрасамччĕ, йĕркесĕр çынсен çăварне хупласамччĕ, тенĕ.
(37) Никанора Иерусалимри пĕр аслă çын çинчен, Разис теекенскер çинчен, евитлесе панă: вăл — халăх тусĕ, ырă ятлă, хăйĕн ырă кăмăлĕшĕн ăна иудейсен ашшĕ теççĕ;
(38) иртнĕ пăлхавăрлă вăхăтра вăл иудейсен тĕнĕ ытти халăхсен тĕнĕпе хутшăнса каясран сыхă тăнă, иудейсене çапла сыхласа хăварасшăн вăл ÿтне те, чунне те хĕрхенмен тесе каласа панă.
(39) Никанор, иудейсене мĕн тери курайманнине кăтартас тесе, çав çынна тытса килме пилĕкçĕр ытла çар çынни янă:
(40) вăл ĕнтĕ ăна тытса хупсассăн иудейсене инкек кÿрĕп тесе шутланă.
(41) Çар çыннисен эшкерĕ пашнене йышăнасшăн картиш хапхи патнелле талпăннă вăхăтра, хапхана чĕртсе ямашкăн вут-çулăм илсе пыма хушсассăн, Разис вара, хăйне пур енчен те çавăрса илнине курса, хăйне хăй хĕçпе чикнĕ,
(42) вăл йĕркесĕр çынсен аллине лексе хăйĕн ырă ятне тивĕçсĕр чыссăрлатиччен чаплăн вилес тенĕ.
(43) Васканипе вăл вилмеллех чикĕнеймен, эшкер ĕнтĕ алăка çĕмĕрме пуçланă, Разис вара харсăррăн хÿме çине чупса хăпарнă та çавăнтан хăюллăн халăх хушшине сикнĕ.
(44) Унта тăракансем васкасах сирĕлнĕ те пушă вырăн тăрса юлнă, вăл вара шăп варрине хырăмĕ çине ÿкнĕ.
(45) Вăл сывланă-ха, шарласа юн юхнине тата йывăр суранĕсене пăхмасăрах, тарăху çулăмĕпе çунаканскер, ура çине тăнă та халăх витĕр чупса кайса чăнкă чул çинче чарăнса тăнă.
(46) Юнĕ кайнипе вĕçнех çитнĕскер, вăл ăшчиккине тăпăлтарса кăларнă та икĕ аллипе тытса ăна аялалла ывăтнă, вара пурăнăçпа чĕрĕлĕх Çÿлхуçине хăйне тепĕр хут пурăнăçпа чĕрĕлĕх пама тархасласа пурăнăçне çапла вĕçленĕ.
15
(1) Никанор вара, Иудăпа унăн çыннисем Самари çĕршывĕнче пулнине пĕлсессĕн, вĕсене канăçлăх кунĕнче пĕр чăрмавсăр тапăнма шутланă.
(2) Ăна ирĕксĕртен çул кăтартса пыракан иудейсем: «çапла хаяррăн, этемле мар ан пĕтерсем ĕнтĕ вĕсене, Пурне те Курса Тăракан сăваплă тунă куна хисеплесем» тесессĕн,
(3) çак киревсĕр çын: «шăматкуна уявлама хушакан Патша тÿпере пурах-ши вара?» тенĕ.
(4) Лешĕсем: «пур — çиччĕмĕш куна уяма хушнă чĕрĕ Çÿлхуçа, Тÿпе Патши Вăл» тесессĕн,
(5) Никанор çапла каланă: «эпĕ вара — çĕр çинчи хуçа, алла кăрал тытма, патша ирĕкне пурăнăçлама хушаканĕ» тенĕ. Анчах вăл хăйĕн шухăшне пурăнăçлама ĕлкĕреймен.
(6) Виçесĕр мăнаçлăхпа хăпартланса, Никанор Иуда çыннисене тĕппипех çĕнтерме шутланă.
(7) Маккавейĕ вара хăйсене Çÿлхуçа хунтăласса пĕр иккĕленмесĕр шанса тăнă.
(8) Вăл, хăйпе пĕрле пулнисене суя тĕнлисем тапăнса килнинчен хăрама кирлĕ маррине, унччен те тÿперен пулăшу килсех тăнине аса илсе, халĕ те Пурне те Тытса Тăраканран çĕнтерÿпе пулăшу кĕтме ÿкĕтленĕ.
(9) Хăйĕн çыннисене саккунпа пророксем пама пулнă ырăлăхсемпе лăплантарса, вĕсем хăйсем те паттăрла ĕçсем тунине аса илтерсе, вăл вĕсене хастар пулма хавхалантарнă.
(10) Вĕсенĕн чунне хускатса, суя тĕнлисен каварлăхне, вĕсем тупа сăмахне пăснине аса кÿрсе ÿкĕтленĕ.
(11) Вăл кашни çыннине çирĕп хулканпа сăнăран ытларах витерÿллĕ ырă сăмахпа хÿтĕлентернĕ тата пурне те хăйĕн тĕлĕкĕ чăна тухма пултарни çинчен каласа савăнтарнă.
(12) Унăн тĕлĕкĕ çавнашкал пулнă: вăл аслă священник пулнă Онияна — тÿрĕ те ырă çынна, пăхма хисеплĕ, чунĕпе йăваш, сăмахĕпе кăмăллă, ачаранах мĕн ыррине ăша хывнă çынна — курнă; вăл, аллисене çÿлелле çĕклесе, пĕтĕм Иудея халăхĕшĕн кĕлтунине курнă.
(13) Унтан ăна тепĕр ар курăннă: илемĕ унăн — кăвакарнă çÿçĕ те мухтав, аслăлăхĕ — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнмелле.
(14) Вара Ония каланă: «ку — тăвана юратакан, халăхшăн тата сăваплă хулашăн нумай кĕлтăвакан Иеремия, Турă пророкĕ» тенĕ.
(15) Вара Иеремия, сылтăм аллине тăсса, Иудăна ылтăн хĕç панă, панă чухне çапла каланă:
(16) «ил çак сăваплă хĕçе, Турă парни вăл, эсĕ унпалан тăшмансене аркатăн» тенĕ.
(17) Иудăн тем тĕрлĕ ырă сăмахĕпе — паттăрлăх кÿрекен, çамрăксен чĕрине çирĕплетекен сăмахпа — лăпланнă иудейсем тапăрăн тăрас темен, хăюллăн тапăнса, пĕтĕм паттăрлăхпа çапăçса ĕçе татса пама шутланă, мĕншĕн тесессĕн хула, сăваплă вырăн, Турă Çурчĕ хăрушлăхра пулнă.
(18) Хĕрарăмсемпе ачасемшĕн, тăвансемпе хурăнташсемшĕн кĕрешесси чи кирли пек туйăнман вĕсене; пуринчен ытла Туррăн сăваплă Çурчĕшĕн хăраса тăнă.
(19) Хулара юлнисенĕн те сахал мар пăшăрханма тивнĕ, вĕсем ĕнтĕ хирте пулса иртес çапăçу пирки пăлханса шухăшланă.
(20) Çапла вара, пурте ĕçе татса парас вăхăта кĕтнĕ чухне, тăшман çарĕ пуçтарăнса ĕрете тăрса тухсассăн, сăлансене хăйсен вырăнне тăратсассăн, утлă çар икĕ енĕпе вырăнаçса тăрсассăн,
(21) Маккавей, йышлă çар тапăнса килнине, хатĕррĕн тытса тăракан тĕрлĕ кăрала тата сăлансем хаярланса çитнине курсассăн,— çĕнтерĕве кăралпа çĕнсе илейменнине, ăна, Хăйне кирлĕ пек, Турă Хăй тивĕçлисене парнеленине пĕлÿçĕн,— аллисене тÿпенелле çĕкленĕ те кĕтретсем тăвакан, пурне те курса тăракан Çÿлхуçана тархасланă.
(22) Хăйĕн кĕллинче вăл çапла каланă: «эй Çÿлхуçамăр, иудейсен патши Езекия вăхăтĕнче Эсĕ Ангел ярса патăн, вăл вара Сеннахирим çарĕнчи çĕр сакăрвун пилĕк пин çынна пĕтерсе тăкрĕ.
(23) Эй тÿпе Çÿлхуçи, халĕ те тăшмансене хăратма, сехĕрлентерме пирĕн умран пымашкăн ырă Ангел ярсамччĕ.
(24) Хăвăн сăваплă халăху çине усал шухăшпа килекенсене Санăн хăватлă аллу тĕп тутăр» тенĕ. Çакăнпа вăл хăйĕн кĕллине вĕçленĕ.
(25) Никанор çынннисем трупа кăшкăртса, хыттăн шавласа пынă,
(26) Иуда çыннисем вара çапăçăва Турра асăнса, кĕлтуса кĕнĕ.
(27) Вĕсем, уççăнах курăнакан Турă пулăшăвĕпе хавхаланнăскерсем, аллипе вăрçă вăрçса, чĕрипе Турра кĕлтуса вăтăр пилĕк пинрен кая мар çын пĕтернĕ.
(28) Вĕсем Никанор вилнине пĕлмен пулнă, ĕç вĕçлесе каялла таврăннă чухне вара вĕсем Никанор виллине курнă — лешĕ хăйĕн пĕтĕм вăрçă кăралĕпех выртнă.
(29) Кăшкăрашупа шăв-шав лăплансассăн, вĕсем ашшĕсен чĕлхипе Çÿлхуçана мухтанă.
(30) Вара Иуда — тăван халăхĕшĕн ÿчĕпе те, чунĕпе те пуринчен ытларах тăрăшаканскер, хăйĕн чи лайăх çулĕсене йăхташĕсемшĕн панăскер — Никанор пуçне тата аллипе хулпуççине касса Иерусалима илсе кайма хушнă.
(31) Унта çитсессĕн, вăл йăхташĕсене чĕнсе пуçтарнă, парне вырăнĕ умне священниксене тăратнă, керемре пулнисене те чĕнтернĕ,
(32) вара киревсĕр Никанорăн пуçне, аллине — усал çын, каппайланса, Пурне те Тытса Тăраканăн сăваплă Çурчĕ енне тăснă алла — кăтартнă та
(33) çылăхлă Никанорăн чĕлхине касса илме, ăна вакласа кайăксене пăрахса пама, ăссăрăн аллине вара Турă Çуртне хирĕç çакса хума хушнă.
(34) Ĕнтĕ пурте, тÿпенелле пăхса, пулăшу янă Çÿлхуçана çапла каласа мухтанă: «Хăйĕн вырăнне мăшкăлтан Сыхласа Хăвараканĕ мухтавлă!» тенĕ.
(35) Никанор пуçне вара, вăл Çÿлхуçа пулăшăвĕн палли пулнине пурне те кăтартмашкăн, керем çине çакса хунă.
(36) Унтан пурте пĕрле калаçса татăлса çапла тума палăртнă: çакă куна нихăçан та чаплăн уявламасăр хăвармалла мар, çирĕммĕш уйăхăн, Сири чĕлхипелен адар уйăхĕ тенĕскерĕн, вунвиççĕмĕш кунне, Мардохей кунĕнчен пĕр кун маларах килекен куна, уявпа чысламалла тенĕ.
(37) Çапла вĕçленнĕ Никанор ĕçĕ; çав вăхăтран пуçласа хула еврейсен аллинчех юлнине каласа, эпĕ те хамăн сăмахăма вĕçлетĕп.
(38) Эхер те эпĕ лайăх та тивĕçтермелле çырайрăм пулсассăн, эппин, эпĕ шăпах çапла тăвас тенĕччĕ; эхер те вăйсăр та вăтам кăна пулсассăн, çапах та эпĕ вăйăм çитнĕ таран турăм.
(39) Эрехне хăйне кăна, тепĕр чухне шывне кăна ĕçме кăмăллах мар, шывпа хутăштарнă эрех вара — тутлă, ĕçме те кăмăллă; çавăн пекех çырни те виçеллĕ пулсассăн çеç вулаканăн хăлхине килентерет. Çакăнпа вĕçлĕпĕр те.
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓