Маккавейсен Пĕрремĕш Кĕнеки


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Маккавейсен Пĕрремĕш Кĕнеки

1

(1) Филипп ывăлĕ Александр — Македони çынни, Киттим çĕрĕнчен тухнăскер, унчченех Эллада патши пулнăскер — Персипе Миди патшине Дарие çĕнтернĕ те ун вырăнне патшана ларнă; унччен маларах ăна Эллада патшине те лартнă пулнă;

(2) пайтах вăрçă кăларнă вăл, çирĕплетсе тĕреклĕлетнĕ вырăнсене чылайăшне яра-яра илнĕ, çав çĕрсен патшисене вĕлернĕ.

(3) Çĕрĕн вĕçĕ-хĕррине çитсе нумай-нумай халăхăн пурлăхне туртса илнĕ; ун умĕнче пĕтĕм тĕнче шăп пулнă, хăй ĕнтĕ çĕкленсе кайса чапа тухнă, чĕри мăнаçланнă.

(4) Питех те вăйлă çар пухса, çĕрсене, халăхсене тата патшасене пăхăнтарса тăнă, лешĕсем ăна хырçă тÿлесе пурăннă.

(5) Çавăнтан кайран вăл чирлесе ураран ÿкнĕ те, вилессе сиссе,

(6) хăйĕн чи ятлă-сумлă çарпуçĕсене, мĕн ачаран пĕрле вĕренсе ÿснĕскерсене, чĕнтерсе илнĕ те патшалăхне хăй пурăннă чухнех вĕсене пайласа панă.

(7) Александр вуникĕ çул патшара ларнă хыççăн вилнĕ.

(8) Унăн çарпуçĕсем вара кашнийĕ хăйĕн вырăнĕнче пуç пулса тăнă.

(9) Вăл вилсессĕн вĕсем пурте пуçкăшăль тăхăннă, вĕсем хыççăн ывăлĕсем те нумай-нумай çул хушши патша пулса пурăннă, çавсенчен пĕтĕм тĕнчене усаллăх сарăлнă.

(10) Вĕсен йăхĕнчен çылăх хунавĕ — Антиох патшанăн ывăлĕ Антиох Епифан — шăтса тухнă. Епифан Римра салукра пурăннă пулнă, вăл Эллада патшалăхĕ пуçланса кайни çĕр вăтăр çичĕ çул çитнĕ чухне патшана ларнă.

(11) Çав вăхăтра Израиль халăхĕ хушшинче Турă саккунне уяман çынсем палăрса тухнă; вĕсем нумайăшне: «атьăр, каяр та хамăр таврари халăхсемпе килĕшÿ тăвар: вĕсенчен уйăрăлнăранпа эпир темĕн чухлĕ инкек курса пĕтрĕмĕр» тесе хĕтĕртнĕ.

(12) Çак сăмах нумайăшне килĕшнĕ.

(13) Халăх хушшинчен хăшĕ-хăшĕ çав сăмаха итлесе патша патне кайнă; вăл вĕсене суя тĕнлĕ халăхсен йăли-йĕркипе пурăнма ирĕк панă.

(14) Кусем вара суя тĕнлисен йăли-йĕркине сарма Иерусалимра вĕренÿ çурчĕ туса лартнă;

(15) хăйсем хушшинче ÿт кастарас йĕркене пăрахса, сăваплă халалран пăрăннă, çапла суя тĕнлисемпе пĕрлешсе, усал туса пурăнмашкăн сутăннă.

(16) Патшалăхĕ тĕреклĕленсе çитнине курсассăн, Антиох, Египет çĕрне те алла илсе, икĕ патшалăха тытса тăракан патша пулма шухăш тытнă,

(17) вара вăл Египета вăйлă çарпа, вăрçă ураписемпе, сăлансемпе, юланутсемпе, нумай-нумай караппа пырса кĕнĕ те

(18) Птоломейпа, Египет патшипе, вăрçă пуçланă; Птоломей унран хăраса ÿксе каялла тарнă, аманнисем нумаййăн тăкăнса юлнă.

(19) Египет çĕрĕн тĕреклĕлетнĕ хулисене хăй аллине ÿкерсе, Антиох Египет çĕрĕнчен пысăк тупăш илсе тухнă.

(20) Египет çĕрне парăнтарсассăн, çĕр хĕрĕх виççĕмĕш çулта вăл каялла таврăннă та, Израиль халăхне хирĕç кайса, Иерусалима вăйлă çарпа пырса кĕнĕ;

(21) мăнаçланса, мăшкăлласа, вăл Турă Çуртнех кĕнĕ, ылтăнран тунă парне вырăнне, çутаткăçпа унăн пĕтĕм савăтне,

(22) парне çăкăрĕ хумалли сĕтеле, ылтăн куркасене, чашăксене, ылтăн тĕтĕркĕчсене, чаршава, ылтăн кăшăлсене, Çурт тулашĕнчи ылтăн эрешсене илнĕ, пĕтĕмпех çаратса тухнă.

(23) Ылтăнне те, кĕмĕлне те, хаклă йышши савăтсене те, пытарса хунă мула та мĕн шыраса тупнине пуçтарса тухнă.

(24) Пĕтĕмпех илсе тухса хăйĕн çĕрне таврăннă; темĕн чухлĕ çынна вĕлернĕ, питех те мăнаçлăн калаçнă.

(25) Çавăнпа Израиль çĕрĕнче, унăн мĕнпур кĕтесĕнче кăшкăрса йĕни илтĕнсе тăнă.

(26) Пуçлăхсемпе аслă çынсем те макăрнă, хĕрсемпе ачасем те йĕрсе халтан кайнă, хĕрарăм илемĕ те сÿннĕ.

(27) Пур кĕрÿ каччă та макăрнă, çураçнă хĕр те хуйхăрса йĕрсе ларнă.

(28) Çĕр çинче пурăнакансемшĕн çĕр вăйăрханнă, Иаковăн пĕтĕм килĕ мăшкăл айне пулнă.

(29) Икĕ çул иртсессĕн, Антиох патша Иуда хулисене хырçă пуçтаракансен пуçлăхне янă; çавăскер Иерусалима пысăк ушкăнпа пырса кĕнĕ;

(30) чееленсе, вĕсене тăнăçлăх суннă пек калаçнă, лешĕсем ăна ĕненнĕ; анчах вăл кĕтмен çĕртен тапăнса хулана пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкнă, Израиль халăхне питĕ нумай пĕтернĕ;

(31) хулана, çаратса тухса, вут тĕртсе янă, унăн килĕ-çурчĕпе хÿмисене йĕри-таврипех ишсе хăварнă;

(32) хĕрарăмĕсемпе ачисене тыткăна илнĕ, выльăх-чĕрлĕхне хăваласа кайнă.

(33) Давид хули тавра çÿллĕ те тĕреклĕ хÿме хÿсе çавăрнă, тĕреклĕ пашне тăва-тăва лартнă, çапла вĕсем хăйсем валли тĕреклĕ хула туса хунă.

(34) Унта вĕсем суя тĕнлĕ халăха, Турă саккунне уяман çынсене вырăнаçтарнă, вĕсем вара çавăнта тĕпленсе ларнă;

(35) кăрал тата апат-çимĕç хатĕрлесе хунă, Иерусалимран илсе тухнă тупăша çавăнта пуçтарса хунă: халăхшăн çапла пысăк таната пулса тăнă.

(36) Çакă вăл Турă Çурчĕшĕн яланхи хăрушлăх, Израильшĕн хаяр тăшман пулнă.

(37) Вĕсем Турă Çурчĕ таврашĕнче айăпсăр юн тăкнă, çапла сăваплă Çурта ирсĕрлесе тăнă.

(38) Иерусалимра пурăнакансем вĕсене пулах тарса пĕтнĕ, вара çак хула ют çынсем пурăнмалли вырăн пулса тăнă, хăйĕн халăхĕшĕн юта тухнă, çавăнпа унăн ачисем ăна пăрахса кайнă.

(39) Иерусалимăн сăваплă Çурчĕ пушхир пек пушанса юлнă, унăн уявĕсем — куççуль, унăн шăматкунĕсем — мăшкăл кунĕ, унăн чысĕ хурлăх пулса тăнă.

(40) Унччен унăн чапĕ мĕнле аслă пулнă, халĕ ĕнтĕ вăл куракан мăшкăл çапла пулнă, унăн аслăлăхĕ хурлăха çаврăннă.

(41) – (42) Антиох патша хăйĕн патшалăхĕ валли çыру кăларнă: халăхсем хăйсен саккунне пăрахчăр та пурте пĕр халăх пулччăр, тенĕ. Патша сăмахĕпе вара пур тĕрлĕ халăх та килĕшнĕ.

(43) Израиль çыннисенчен нумайăшĕ вара патша сĕннĕ суя тĕне йышăннă, йĕрĕхсене пуççапса чÿк тума пуçланă, шăматкуна ирсĕрленĕ.

(44) Патша, çак çĕршĕн ют йĕркесене пăхăнса пурăнма хушса, Иерусалима тата Иудея хулисене хыпарçăсем урлă хут янă:

(45) пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне кÿме те, ытти тĕрлĕ парне кÿме те, эрех, çу юхтарса парне кÿме те чарнă, шăматкунсемпе уявсене мăшкăл тума,

(46) Турă Çуртне, сăваплă çынсене ирсĕрлеме хушнă,

(47) чÿк вырăнĕсем, йĕрĕх çурчĕсемпе йĕрĕх лартмалли вырăнсем тума, сысна ашĕпе, таса мар выльăх ашĕпе чÿк туса тăма,

(48) – (49) саккуна манччăр, Турă хунă мĕнпур йĕркене пăрахчăр тесе, ывăл ачасене ÿт кастармасăр ÿстерме, вĕсенĕн чунне тĕрлĕрен тасамарлăхпа, йĕрĕнчĕкпе ирсĕрлеме хушнă.

(50) Патша хушнă пек туманнисене вилĕм аллине памалла тунă.

(51) Антиох пĕтĕм патшалăхĕпе çавăн çинчен çырса пĕлтернĕ, пĕтĕм халăха сăнаса тăма пăхавçăсем лартнă, пĕтĕм Иудея хулинче чÿк туса тăма хушнă.

(52) Вара çав пăхавçăсем çумне халăх хушшинчен нумайăшĕ, саккуна пăрахнисем, хутшăннă,— çав çĕр çинче çапларах усал ĕç тунă;

(53) Израилĕн ĕнтĕ пытанса пурăнмалли çеç юлнă.

(54) Çĕр хĕрĕх пиллĕкĕмĕш çулхине хаслев уйăхĕн вунпиллĕкĕмĕш кунĕнче Туррăн парне вырăнĕ çине йĕрĕнчĕк лартса хунă, Иудея хулисем тавра чÿк вырăнĕ тунă,

(55) алăк умĕнче, урамра тĕтĕрнĕ,

(56) Турă саккунĕн кĕнекисене мĕн тупнине çураçура тăкса вута пăрахса çунтарнă;

(57) кам та кам патĕнче халал кĕнекине тупсассăн, кам та кам саккуна уяса пурăннă пулсассăн, патша хушнипеле çав çынна вилĕм аллине панă.

(58) Хулара тĕл пулакан израильсене вĕсем кашни уйăхрах пĕр шелсĕр пусмăрласа тăнă.

(59) Çав уйăхăн çирĕм пиллĕкĕмĕш кунĕнче вара Турра парне кÿрекен вырăн çинех лартнă чÿк вырăнĕнче парнесем кÿрсе,

(60) хăйсене мĕн хушнине итлесе, ачисен ÿтне кастарнă арăмсене вĕлерсе тухнă,

(61) ачисене вара амăшĕн мăйĕнчен çакнă, вĕсенĕн килçуртне çаратнă, ача ÿтне касаканнисене вĕлерсе хăварнă.

(62) Çапах та Израильре нумайăшĕ çирĕп тăнă, чакман, таса маррине çимен,

(63) таса мар çимĕçпе вараланиччен, сăваплă халала мăшкăл кăтартиччен вилме хатĕр пулнă, вилнĕ те.

(64) Израиль çинче Туррăн хăватлă çилли тăнă.

2

(1)  Çав вăхăтра Маттафия — Симеон ывăлĕн Иоанăн ывăлĕ, Иерусалимри Иоарив йăхĕнчен тухнă священник — хирĕç çĕкленнĕ; вăл Модин хулинче пурăннă.

(2) Унăн пилĕк ывăл пулнă: Иоанн, Гаддис тесе чĕннĕскер,

(3) Симон, Фасси тесе ят панăскер,

(4) Иуда, Маккавей тесе чĕннĕскер,

(5) Елеазар, Аваран тесе чĕннĕскер, Ионафан, Апфус тесе чĕннĕскер.

(6) Иудейăпа Иерусалимра Турра епле мăшкăлланине курса,

(7) Маттафия каланă: хуйхăм çитрĕ! мĕн-ма çуралнă-ши эпĕ — халăхăма çаратнине, сăваплă хулана çаратнине курма-и? ăна тăшмансен аллине ÿкернине курах, сăваплă Çурта ют çынсен аллине панине курах çакăнта пурăнма-и?

(8) Турă Çурчĕ чысран тухнă ар пек пулса юлчĕ,

(9) унăн хаклă савăтне-хатĕрне тыткăна илсе кайрĕç, пĕчĕк ачасене урамра вĕлерсе тăкрĕç, яш ачасем тăшман хĕçĕ айĕнче тĕп пулчĕç.

(10) Çак патшалăха мĕнле кăна халăх пырса кĕмен-ши, унăн çĕрне кам кăна туртса илмен-ши?

(11) Унăн пĕтĕм илемне туртса илнĕ; ирĕклĕскер, вăл чура пулса тăчĕ.

(12) Пирĕн Çурт, унăн илемĕ, унăн мухтавĕ мăшкăла юлчĕ, суя тĕнлисем ирсĕрлерĕç ăна.

(13) Пирĕн ĕнтĕ мĕн-ма пурăнмалла? тенĕ.

(14) Вара Маттафия хăй те, ывăлĕсем те çири тумне туртса çурнă та хуйхă тумтирĕ тăхăнса янă, чунтан хурланса йĕнĕ.

(15) Çавăн чухне патша патĕнчен Модин хулине Израиль халăхне хăйĕн тĕнне пăрахма хистекенсем чÿк тума пынă.

(16) Израиль çыннисенчен нумайăшĕ вĕсем çумне хутшăннă; Маттафийăпа унăн ывăлĕсем вара хăйсен тĕнĕнчен чакман.

(17) Патша янипе килнисем Маттафийăна каланă: ку хулара эсĕ çулпуç, эсĕ мухтавлă та аслă çын, ывăлусемпе тăванусем — санăн тĕрекÿ.

(18) Çапла вара чи малтан тытăнса, ытти халăхсем тунă пек, Иудея çыннисем те, Иерусалимра юлнисем те тунă пек, патша хушнине ту, вара ху та, санăн пур тăвану та патша тусĕсен шутĕнче пулăр, хăвна та, ывăлусене те ылтăн, кĕмĕл тата нумай-нумай парне парса чыс тăвĕç, тенĕ.

(19) Маттафия хыттăн хуравласа каланă: патша çĕрĕнчи халăхсем пурте ăна итлесессĕн те, кашнийĕ Турра хăйсен ашшĕсен йăлипе кĕлтуса тăма пăрахсассăн та, патша мĕн хушнипе килĕшсессĕн те,

(20) эпир вара — эпĕ хам та, ывăлăмсем те, тăванăмсем те — хамăрăн аттемĕрсен халалĕпех пурăнăпăр.

(21) Хамăр саккуна, хамăр йăласене пăрахасран Турă сыхлатăрах пире!

(22) Эпир патша сăмахне итлемĕпĕр, Туррăмăра кĕлтумалли йĕркерен сылтăмалла та, сулахаялла та пăрăнмăпăр, тенĕ.

(23) Вăл калама чарăнсассăн, пĕр иудей çынни пĕтĕм халăх умĕнче Модинри чÿк вырăнĕ патне патша хушнă пек чÿк тума пырса тăнă.

(24) Çакна курсассăн, Маттафия тарăхса кайнă, унăн пĕтĕм ăшчикĕ хыпăнса ÿкнĕ, саккуншăн пăшăрханнипе унăн çилли те çулăмла хыпса илнĕ, вăл вара чупса пынă та çав çынна чÿк вырăнĕ умĕнчех вĕлерсе пăрахнă.

(25) Ун хыççăнах тата патшанăн ирĕксĕрлесех чÿк тутаракан çыннине те вĕлернĕ, чÿк вырăнне ишсе антарнă.

(26) Ĕлĕк Финеес Салом ывăлне Замврие çилленнĕ пек, вăл ĕнтĕ Турă саккунĕшĕн вĕчĕрхеннĕ.

(27) Маттафия хула халăхне хыттăн кăшкăрса каланă: кам та кам саккуншăн вĕчĕрхенет, кам Туррăмăрпа хывнă халалран пăрăнман, çавă ман хыçран пытăр! тенĕ.

(28) Вара хăй те, ывăлĕсем те, хулара хăйсен мĕн пуррине пурне те пăрахса хăварса, тусем хушшине тарнă.

(29) Çавăн чухне нумайăшĕ, тÿрĕлĕхе те саккуна парăннă çынсем, пушхире кайнă,

(30) вара хăйсем те, вĕсенĕн ывăлĕсем те, вĕсенĕн арăмĕсем те, вĕсенĕн выльăхĕ-чĕрлĕхĕ те çавăнтах юлнă, мĕншĕн тесессĕн килĕнче пурăнма вĕсене питĕ йывăрланса çитнĕ.

(31) Вара патша çыннисене, Иерусалимра Давид хулинче тăракан çар ушкăнне евитленĕ: хăш-хăш çынсем, патша хушнине итлемесĕр, пушхирти улах вырăнсене кайни çинчен пĕлтернĕ.

(32) Нумайăшĕ ĕнтĕ тарнă çынсем хыççăн хăваласа кайнă, хуса çитсессĕн, пуçтарăнса, вĕсене хирĕç çапăçăва тухма йĕркеленсе тăнă, ку шăматкун пулнă;

(33) тарса кайнисене каланă: халĕ кая юлман-ха, тухăр та патша хушнă пек тăвăр, вара чĕрĕ юлайăр, тенĕ.

(34) Анчах лешĕсем хуравласа каланă: тухмастпăр, патша хушнă пек тумастпăр, шăматкуна ирсĕрлеместпĕр, тенĕ.

(35) Вара васкасах вĕсене хирĕç çапăçу пуçласа янă.

(36) Анчах Израиль çыннисем вĕсене хирĕç алă та çĕклемен, чул та пулин тытса пемен, хăйсем тарса пытаннă вăрттăн вырăнĕсене те питĕрмен,

(37) вĕсем каланă: эпир пурте пĕр айăпсăр вилетпĕр, эсир пире айăпсăрах вĕлернине тÿпе те, çĕр те курса тăрать, тенĕ.

(38) Вĕсене шăматкунсерен пыра-пыра тапăннă, çапла вĕсем, вĕсен арăмĕсем, вĕсен ачисем — пин чуна яхăн — выльăхĕ-чĕрлĕхĕпе пĕрлех пĕтнĕ.

(39) Çавăн çинчен пĕлсессĕн, Маттафийăпа унăн юлташĕсем вĕсемшĕн питĕ хурланса йĕнĕ;

(40) ĕнтĕ вĕсем пĕрне-пĕри каланă: эхер те эпир пурте çав тăванăмăрсем пек пулса хамăр пурăнăçшăн, хамăр йĕркесемшĕн суя тĕнлисене хирĕç çапăçмастпăр пулсассăн, вĕсем пире пурсăмăра та часах çĕр çинчен пĕтерсе тăкĕç, тенĕ.

(41) Çав кунах вĕсем сăмах татса хунă: шăматкун пире кирек кам тапăнтăр та, эпир вĕсене хирĕç çапăçăпăр — хамăр тăванăмăрсем улах вырăнсенче вилсе пĕтнĕ пек вилес темесессĕн çапла тăвас пулать пирĕн, тенĕ.

(42) Çавăн чухне вĕсем патне темĕн чухлĕ иудей — Израиль çĕрĕн вăйпитти çыннисем, саккуншăн çирĕп тăракансем — пуçтарăннă.

(43) Синкер-сехметрен тарса кайнисем те вĕсем çумне хутшăннă, ку ĕнтĕ пулăшу çитниех пулнă.

(44) Çапла вĕсем çар чухлех пуçтарăннă та питех те çилленсе-тарăхса çитнĕскерсем йĕркерен тухнă, саккунран хăпнă çынсене пĕтерсе çÿренĕ; чĕрĕ юлнисем, çăлăнса юлас тесе, суя тĕнлисем патне тарнă.

(45) Таврара çÿресе Маттафийăпа унăн юлташĕсем чÿк вырăнĕсене аркатнă,

(46) Израиль çĕрĕнчи ÿт кастарман ачасене пĕр хăрамасăр ÿт касса çÿренĕ;

(47) мăнаçлăх ывăлĕсене йĕрленĕ, вĕсен ĕçĕ ăнса пынă.

(48) Суя тĕнлĕ халăхсен аллинчен, патшасен аллинчен саккуна вĕсем çапла хÿтĕленĕ, çылăхлă çынна çиеле тухма паман.

(49) Маттафийăн вилес кунĕсем çывăхарса çитнĕ, вăл вара ывăлĕсене каланă: ку чухне мăнаçланасси ÿссе кайрĕ, тÿсĕмлĕх çитерме йывăр, халĕ — самана улшăнас вăхăт, хаяр çилĕ вăхăчĕ.

(50) Ачамсем, саккуншăн хытă тăрăр, аттемĕрсен халалĕшĕн хăвăр пурăнăçăра та ан хĕрхенĕр.

(51) Аттемĕрсен хăйсем пурăннă вăхăтра тунă ĕçĕсене астуса тăрăр, вара хăвăр та аслă мухтав, ĕмĕрлĕх ят илĕр.

(52) Авраам тÿрĕлĕхĕ ăна сăнанă чухне палăрманччĕ-и? çакна ĕнтĕ унăн сăваплăхĕ вырăнне хунă.

(53) Иосиф хăйне йывăр килнĕ вăхăтра та Турĕ ÿкĕчĕсене уяса пурăннă, çапла Египет хуçи пулса тăнă.

(54) Финеес, пирĕн аттемĕр, саккуншăн питĕ тимлесе тăрăшнăшăн ĕмĕрлĕх священник ятне илнĕ.

(55) Турă сăмахне вырăна кÿнĕшĕн Иисус Израиль тÿри пулса тăнă.

(56) Халев халăх умĕнче тĕрĕссине каласа кăтартнăшăн еткер çĕр илнĕ.

(57) Ырă кăмăлпа пурăннăшăн Давид ĕмĕрĕ-ĕмĕрĕпе патшара ларма тивĕçнĕ.

(58) Илияна саккун тĕлĕшĕнчен тимлĕрен те тимлĕ пулнăшăн чĕрĕллех тÿпе çине илнĕ.

(59) Анания, Азария тата Мисаил хăйсем ĕненнине пула вут-çулăмран хăтăлнă.

(60) Хăй айăпсăр пулнăран Даниил арăслансен çăварĕнчен сыхланса юлнă.

(61) Çапла вара ăруран ăрăва астутарсах тăрăр: Турра шанса пурăнакансем ураран ÿкмĕç.

(62) Çылăхлă çын сăмахĕнчен ан хăрăр: унăн мухтавĕ тислĕк çеç, çĕр хурчĕ çеç пулса юлĕ.

(63) Паян хăпартланать-ха вăл, ыранах унăн тĕлне те тупаймĕç: ĕнтĕ вăл тăпра пулнă, унăн ĕмĕчĕ-шухăшĕ те пĕтнĕ.

(64) Эсир вара, ачамсем, тÿсĕмлĕ пулăр, саккуншăн хытă тăрăр: эсир ун урлă мухтава тухăр.

(65) Акă Симон, сирĕн пĕртăванăр: пĕлетĕп, вăл канаш паракан çын, яланах ăна итлесе пурăнăр, вăл сирĕншĕн аçăр вырăнне пулĕ.

(66) Иуда Маккавей вара, мĕн ачаран патвар та вăйлăскер, сирĕн çарпуçĕ пултăр, халăхсемпе вăрçă вăрçтăр.

(67) Çапла вара саккуна тытса пыракансене хăвăр патăра пуçтарăр та хăвăр халăхăра мăшкăл кăтартнисене тавăрăр;

(68) суя тĕнлисене тивĕçлипе тавăрăр, саккун мĕн хушнине тимлесе туса тăрăр, тенĕ.

(69) Маттафия ĕнтĕ ывăлĕсене пиллĕх панă та хăйĕн ашшĕсемпе пĕрлешнĕ.

(70) Вăл çĕр те хĕрĕх ултă çула кайса вилнĕ; ывăлĕсем ăна Модин хулинче ашшĕсенĕн тупăклăхне пытарнă; уншăн пĕтĕм Израиль халăхĕ чунтан хурланса вĕри куççульпе хÿхленĕ.

(31) Ĕнтĕ ун вырăнне унăн Иуда ывăлĕ — Маккавей теекенскер — тăнă.

3

(1) – (2) Ăна хăй тăванĕсем те, ашшĕпе пĕр майлă пулнисем те пурте пулăшса тăнă, вĕсем Израильшĕн савăнсах вăрçă вăрçнă.

(3) Вăл хăй халăхĕн мухтавне сарнă; вăл, улăп пек, тимĕр тумтир тăхăнса, пилĕкĕ тавра вăрçă кăралĕ çакса, çарне хĕçĕпеле хÿтĕлесе, вăрçă вăрçнă;

(4) хăйĕн ĕçĕнче арăслан пек пулнă, тупăшĕ çине ÿхĕрсе ыткăнакан çамрăк арăслан пек пулнă.

(5) Вăл саккуна уяманнисене йĕрленĕ, вĕсене шыраса тупса, халăха пăтратакансене вута пăрахса çунтарнă.

(6) Унран сехĕрленсе, саккуна уяманнисем йăвашланнă, йĕркесĕр ĕç тăвакансем ун умĕнче пурте шикленсе тăнă, хăйĕн халăхне вăл çапла ăнăçлăн хăтарса пынă.

(7) Вăл нумай патшана пăшăрхантарнă, Иакова вара хăйĕн ĕçĕсемпе савăнтарнă, унăн ятне ĕмĕрех мухтаса асăнĕç;

(8) Иудея хулисем тăрăх çÿресе, унта йĕркесĕр çынсене пĕтернĕ, Израиль çинчен Турă çиллине сирсе янă,

(9) ячĕ пĕтĕм тĕнчипе сарăлнă чаплă çын пулса тăнă, пĕтес патне çитнĕ çынсене хăй патне пуçтарнă.

(10) Çавăн чухне Аполлоний Израильпе вăрçă вăрçмашкăн тесе суя тĕнлĕ çынсене тата Самарирен питĕ йышлă çар пухнă.

(11) Çавăн çинчен пĕлсессĕн, Иуда ăна хирĕç тухнă та çарне те çĕмĕрсе тăкнă, хăйне те вĕлернĕ; аманнисемпе вилнисем нумай выртса юлнă, ыттисем вара пăрахса тарнă.

(12) Иуда вĕсенĕн тупăшне пуçтарса илнĕ, Аполлоний хĕçне те илнĕ, вара яланах çав хĕçпе çапăçнă.

(13) Сирон, Сири çарпуçĕ, Иуда хăйпе пĕрле вăрçа тухма хăй тавра шанчăклă çынсене йышлăн пуçтарни çинчен илтнĕ те

(14) каланă: Иудăпа тата ун тавра пухăннă çынсемпе, патша сăмахне вырăна хуманскерсемпе, кайса çапăçам та — ятăма çĕклем, патшалăхра чапа тухам, тенĕ.

(15) Çапла вăл вăрçăпа кайма шухăш тунă, унпа пĕрле ăна пулăшма, Израиль ывăлĕсене тавăрма йĕркесĕр çынсен вăйлă эшкерĕ кайнă.

(16) Вĕсем Вефорон сăрчĕ патне çывăхарса çитсессĕн, Иуда вĕсене хирĕç пĕчĕк йышпа çеç тухнă;

(17) çав йыш çыннисем, хăйсене хирĕç килекен çара курсассăн, Иудăна каланă: эпир çак пĕчĕк йышпа çав тĕрлĕ пысăк ушкăна хирĕç мĕнле çапăçма пултарăпăр-ха? Тата паян эпир кунĕпех выçă, йăлтах халран кайрăмăр, тенĕ.

(18) Иуда вĕсене каланă: нумаййăннисем те нумаййăн маррисен аллине çăмăллăнах лекеççĕ; нумаййăннисемпе çăлмалла-и е сахаллăннисемпе çăлмалла-и — Çÿлти Турăшăн уйрăмлăхĕ çук;

(19) вăрçăра çар йышлă пулнипе çĕнтермеççĕ, вăй тÿперен килсе тăрать.

(20) Пире, пирĕн арăмсене, пирĕн ачасене пĕтерсе тăкасшăн, пире çаратасшăн вĕсем пире хирĕç пысăк мăнаçлăхпа та усаллăхпа килеççĕ;

(21) эпир вара хамăрăн чунăмăршăн, хамăрăн саккунăмăрсемшĕн çапăçатпăр.

(22) Эсир вĕсенчен ан хăрăр: вĕсене пирĕн куç умĕнчех Турă Хăй çĕмĕрсе тăкĕ, тенĕ.

(23) Калаçса пĕтерсенех вăл кĕтмен çĕртен лешĕсем çине вăйкăннă, вара Сирона тата унăн çарне унăн куçĕ умĕнчех çĕмĕрсе тăкнă.

(24) Вĕсене ĕнтĕ Вефорон сăрчĕ çинчен анаталла тÿремлĕхе çитичченех хăваласа кайнă; лешĕсенĕн ку çапăçура сакăрçĕре яхăн çын тăкăнса юлнă, ыттисем Филисти çĕрне тарса кайнă.

(25) Вара таврари суя тĕнлĕ çынсем пурте Иудăпа унăн тăванĕсенчен хăраса тăра пуçланă, текех пырса тапăнма та шикленнĕ.

(26) Унăн ячĕ патша хăлхине те кĕнĕ, Иуда çапăçăвĕсем çинчен пур халăх та калаçнă.

(27) Çак сăмахсене илтсессĕн, Антиох патша çилленсе кайнă, вара çынсем ярса хăй патшалăхĕн пĕтĕм вăйне пĕр çĕре пухнă, çапла унăн питĕ вăйлă çар пухăннă;

(28) хыснине уçса вăл хăйĕн çарĕсене çулталăклăх шалу панă, вĕсене, кирек хăш самантра та кирлĕ пулма пултаратăр тесе, хатĕр тăма каланă.

(29) Вăл ĕнтĕ хыснара кĕмĕл сахалланса юлнине курнă, хырçи те сахал пухăнса пынă, мĕншĕн тесессĕн вăл хăй çав çĕр çинчи авалхи саккунсене пĕтерсе пынăран халăх пăлханнă, юхăнса юлнă.

(30) Çапла Антиох укçа çитмесрен шиклене пуçланă; ĕлĕкрех, унчченхи пур патшаран та ирттерсе, укçа-тенкĕне хĕрхенмесĕр салатса пурăннăскерĕн халĕ пĕр-икĕ хутчен шалу памалăх çеç, ун-кун тăкакпа парнесем валли анчах тăрса юлнă.

(31) Хытах канăçсăрланса ÿкнĕскер, вăл Перси çĕрне кайса унти çĕршывсенчен хырçă илме, нумайрах кĕмĕл пухса таврăнма шухăш тытнă.

(32) Патша ĕçĕсене Евфрат шывĕнчен пуçласа Египет чикки таранах туса тăма Лисий ятлă пĕр чаплă çынна, патша йăхĕнчен тухнăскере, парса хăварнă,

(33) ывăлне те, Антиоха, хăй таврăниччен пăхса усрама ăнах шанса парса хăварнă;

(34) мĕн-мĕн тумаллине — хăй палăртса хунине — тума хушса, Иудейăпа Иерусалим çыннисем тĕлĕшĕнчен мĕн тумаллине каласа, вăл ăна çарне те çуррине, сăланĕсене те парса хăварнă,

(35) Иудейăпа Иерусалим çыннисене хирĕç çар ярса Израиль вăй-хăватне, Иерусалим йăлкăмне тĕппипе çĕмĕрсе тăкма, çав вырăнта вĕсен ячĕ те юлмалла мар аркатма,

(36) вĕсенĕн пĕтĕм çĕрĕ çине ют халăх ывăлĕсене вырăнаçтарса, çĕрне шăпа ярса уйăрма хушнă.

(37) Патша вара çарăн тепĕр çуррине хăйпе пĕрле илнĕ те çĕр хĕрĕх çиччĕмĕш çулхине Антиохи хулинчен, патша хулинчен, тухса кайнă, Евфрат шывĕ урлă каçса тури çĕршывсене çитнĕ.

(38) Лисий ĕнтĕ патша юлташĕсем хушшинчен вăйлă арсене — Доримен ывăлне Птоломея тата Никанорпа Горгие — суйласа илнĕ те

(39) вара, патша хушнă пек, Иудея çĕрне кайма, ăна тустарса тухма вĕсемпе пĕрле хĕрĕх пин çынлă çуран çар, çичĕ пин çынлă утлă çар кăларса янă.

(40) Вĕсем хăйсен пĕтĕм çарĕпе çитсе Эммаум хули çывăхĕнчи тÿремлĕхе вырăнаçса ларнă.

(41) Çав çĕршывăн купсисем вĕсенĕн ятне илтнĕ те, темĕн чухлĕ ылтăнпа кĕмĕл тата тарçисене илсе, тапăра Израиль ывăлĕсене чура тума сутăн илес тесе пынă; вĕсем çумне Сирипе ытти ют халăх çĕрĕн çарĕсем те хутшăннă.

(42) Иудăпа унăн тăванĕсем ĕнтĕ пысăк хăрушлăх çитнине, тăшман çарĕсем вĕсен çĕрĕ çинчех тапăрăн ларса тухнине курнă; патша халăха пĕтерсе тĕп тума хушнине те пĕлнĕ.

(43) Вара вĕсем пĕр-пĕрне çапла каланă: атьăр ураран ÿкернĕ халăхăмăра тăратар, халăхăмăршăн, Туррăмăрăн сăваплă Çурчĕшĕн тăрса çапăçар, тенĕ.

(44) Вăрçă вăрçма тата хăйсене хĕрхенсе ырăлăх патăрччĕ тесе Турра кĕлтума темĕн чухлĕн пухăннă.

(45) Иерусалим ĕнтĕ çын пурăнман пушхир евĕрлĕ пулнă; çакăнта çуралса çакăнта пурăннисенчен унта кĕрекенĕ те, унтан тухаканĕ те пулман; сăваплă Çурта мăшкăлласа пĕтернĕ, унăн керемĕнче ют йăх ывăлĕсем хуçаланнă; вăл суя тĕнлисен хули пулса юлнă; Иаковăн савăнăçĕ пĕтнĕ, шăхличĕпе кĕсле сасси илтĕнмен.

(46) Çапла вĕсем пухăнса Иерусалима хирĕç ларакан Массифа хулине кайнă, мĕншĕн тесессĕн израильсен кĕлтумалли вырăнĕ унччен Массифăра пулнă.

(47) Çак кун вĕсем типĕ тытнă, çийĕнчи тумне çурса тăкса, хуйхă тумтирĕ тăхăнса янă, пуçĕ çине кĕл сапнă,

(48) саккун кĕнекине уçса хунă; суя тĕнлĕ çынсем çав саккун кĕнекисене тахăçтан та шыра-шыра тупса вĕсем çине хăйсен йĕрĕхĕсен ĕренкине ÿкернĕ,— ку шăпах çавăн пек кĕнеке пулнă та,—

(49) Массифăна пухăннисем хăйсемпе пĕрле священник тумĕсене, малтан çуралнă выльăх-чĕрлĕхе тата вуннăмĕш пайсене илсе пынă; унтан хăйсем мĕн сăмах панине пурăнăçланă назорейсене чĕнсе илнĕ те

(50) тÿпенелле пăхса хыттăн кăшкăрса каланă: çакăнпа мĕн тăвас ĕнтĕ пирĕн, ăна ăçта кайса хурас?

(51) Санăн сăваплă Çуртна ирсĕрлерĕç, мăшкăлларĕç, Санăн священникусем хуйха ÿкрĕç, хур курчĕç.

(52) Пире пĕтермешкĕн акă пирĕн çине суя тĕнлисем пуçтарăнса килчĕç. Вĕсем пире хирĕç мĕн шухăш тытнине Эсĕ пĕлетĕн.

(53) Эсĕ пире пулăшмасассăн, вĕсем умĕнче мĕнле тытăнса тăрайăпăр эпир? тенĕ.

(54) Вара трупасем кăшкăртса хăйсем те хыттăн кăшкăрса янă.

(55) Çавăн хыççăн Иуда халăх валли пуçлăхсем — пинпÿсем, çĕрпÿсем, алпÿсем, вунпÿсем — уйăрса лартнă.

(56) Вара çурт лартма тытăннисене, хĕр çураçса хунисене, иçĕм çырли пахчи лартса ÿстерме пикеннисене тата хăравçă çынсене, саккун хушнă пек, хăйсен килне таврăнма каланă.

(57) Ун хыççăн çар, тапранса тухса, Эммаум хулин кăнтăр енне тапăрăн вырăнаçса ларнă.

(58) Иуда каланă: пилĕкĕре туртса çыхăр, çирĕп пулăр, ир енне çак суя тĕнлĕ çынсемпе çапăçăва кĕме хатĕр тăрăр: вĕсем пире хирĕç пире пĕтерме, пирĕн сăваплă Çуртăмăра пĕтерме пуçтарăнса килнĕ.

(59) Халăхăмăр, сăваплă Çуртăмăр хĕн-хур тÿснине куриччен çапăçура пуç хурар!

(60) Тÿпере мĕнле ирĕк пулĕ, çавăн пек пултăр! тенĕ.

4

(1) Вара Горгий пилĕк пин çуран çын тата пĕр пин чи лайăх юланутçă илнĕ те, çакă çар,

(2) иудейсен çарне пĕр кĕтмен çĕртен тапăнса аркатса тăкас тесе, çĕрле тапранса тухнă; керемре пурăнакансем вĕсене çул кăтартса пынă.

(3) – (4) Çакăн çинчен илтсессĕн, Иудăпа унăн хăюллă çыннисем, тăшман çарĕ хăйсен тапăрĕнчен аякра пулнипе усă курса, тăшман çарне Эммаумра пĕтерсе тăкас тесе тапранса тухнă;

(5) Горгий ĕнтĕ Иуда тапăрне çĕрле пырса çитнĕ, анчах унта никама та тупайман, вара вĕсене ту хушшинче шырама тытăннă, вăл: вĕсем пирĕнтен тараççĕ, тенĕ.

(6) Тул çутăлса çитнĕ тĕле Иуда виçĕ пин çынлă çарпа тÿремлĕхе пырса тухнă, анчах вĕсен, темле ĕмĕтленнĕ пулин те, хулкан та, хĕç те пулман.

(7) Суя тĕнлисен кăралпа авăрланнă вăйлă çарне, ăна йĕри-тавра хÿтĕлесе тăракан, ятарласа вăрçă вăрçма вĕрентнĕ утлă çарне курсассăн,

(8) Иуда хăйĕн çыннисене каланă: вĕсем йышлă пулнинчен ан хăрăр, вĕсем тапăнсассăн та сехĕрленсе ан ÿкĕр.

(9) Хамăрăн аттемĕрсем хăйсене хыçран фараон çарпа хăваланă чухне Хĕрлĕ тинĕсре мĕнле çăлăннине аса илĕр-ха.

(10) Эпир те халĕ тÿпенелле пăхса йăлăнар; тен, Вăл, аттемĕрсемпе хывнă халала асне илсе, пире хĕрхенĕ те тăшманăн çак çарне хамăр куç умĕнчех аркатса тăкĕ;

(11) вара суя тĕнлисем пурте Израиль халăхĕн Хăтараканĕ, Çăлаканĕ пуррине пĕлĕç, тенĕ.

(12) Ют халăх çыннисем ĕнтĕ пуç çĕклесе пăхнă та иудейсем хăйсене хирĕç килнине курнă,

(13) вара вĕсем тапăртан çапăçăва тухнă, Иуда çыннисем те трупасем кăшкăртса янă,

(14) çапла хире-хирĕç пырса çапăçăва кĕрсе кайнă, суя тĕнлисене аркатса тăкнă, вĕсем тÿремлĕхе тарса кайнă,

(15) ыттисем пурте хĕç айне пулса пĕтнĕ; вĕсене Газер хули патне çитичченех, Идумея, Азот, Иамния тÿремлĕхĕсене çитичченех хăваласа кайнă, вĕсенчен виçĕ пин çынна яхăн вăрçă хирĕнче выртса юлнă.

(16) Вĕсене хăвалама чарăнса, Иудăпа çарĕ каялла таврăннă,

(17) Иуда халăха каланă: тупăшшăн ан хыпăнăр, мĕншĕн тесессĕн пирĕн каллех вăрçă вăрçмалла пулать;

(18) Горгипе унăн çарĕ хамăр çывăхрах сăрт çинче тăрать; халĕ хамăр тăшмансене хирĕç тăрăр та вĕсемпе çапăçăр, кайран вара хăюллăнах тупăш илме пултаратăр, тенĕ.

(19) Иуда çапла каласа тăнă хушăра сăрт çинчен анакан темĕнле çар ушкăнĕ курăнса кайнă.

(20) Тараççĕ иккен вĕсем, ĕнтĕ вĕсен тапăрне те вут тивертнĕ, тĕтĕм мăкăрланса хăпарать.

(21) Çакна курсассăн, суя тĕнлисем сехĕрленсех ÿкнĕ; Иуда çарĕ тÿремлĕхре çапăçăва кĕме хатĕрленсе тăнине курсассăн вара

(22) пурте ют халăхсен çĕрне пăрахса тарнă.

(23) Вара Иуда тапăра тупăш пухса илме пынă, вĕсем темĕн чухлĕ ылтăн-кĕмĕл, гиацинт тĕслĕ, хĕрхĕлтĕм тĕслĕ тумтирсем, темĕн чухлĕ пуянлăх туртса илнĕ.

(24) Каялла таврăннă чухне вĕсем Çÿлти Турра мухтаса та тав туса юрласа пынă, мĕншĕн тесессĕн Вăл — ырă, Унăн ырăлăхĕ — ĕмĕрлĕхе.

(25) Çав кун Израильшĕн аслă çăлăнăç кунĕ пулнă.

(26) Ют халăх çыннисенчен чĕрĕ юлнисем Лисий патне пынă та мĕн пулса иртни çинчен пĕтĕмпех каласа кăтартнă.

(27) Лисий, çакна илтсессĕн, Израиль тĕлĕшĕнчен мĕн шутласа хуни урăхла пулса тухнăшăн, патша хушнă пек тăвайманшăн кулянса ÿкнĕ.

(28) Тепĕр çулхине вăл, Израиле çĕнтерес-çĕнтересех тесе, суйласа илнĕ утмăл пин çынлă çуран çар, пилĕк пин çынлă утлă çар пухнă.

(29) Вара вĕсем Идумейăна пырса Вефсура хулинче тапăрăн чарăнса тăнă; Иуда вĕсене хирĕç хăйĕн вунă пин çыннипе тухнă.

(30) Тăшманăн вăйлă çарне курсассăн, вăл кĕлтуса çапла каланă: Израиле Çăлакан, Эсĕ мухтавлă! вăйламаса Эсĕ Хăвăн Давид чурун аллипе тĕп тунă, ют халăх çарне Саул ывăлĕ Ионафанпа унăн кăралçи аллине ÿкернĕ.

(31) Çакă çара Хăвăн халăху — Израиль — аллине парсамччĕ, вĕсен çуран çарĕ те, утлă çарĕ те намăс куртăр;

(32) вĕсене хăратса пăрах, вĕсенĕн чăрсăр вăйне аркат; çапăçура путланса аптăраса ÿкчĕр вĕсем;

(33) вĕсене Хăвна юратакансен хĕçĕпе пĕтер, Санăн ятна пĕлекенсем пурте Сана мухтаса юрлаччăр, тенĕ.

(34) Ĕнтĕ вăрçа кĕнĕ вĕсем, Лисий çарĕнчен пилĕк пине яхăн çын вилсе тăкăнса юлнă.

(35) Хăйĕн çарĕ тарнине тата Иудăн çар çыннийĕсен харсăрлăхне, вĕсем пурăнăçне хĕрхенмесĕр паттăррăн çапăçнине курса, Лисий Антиохие кайнă, унта ют çĕр çыннисене темĕн чухлĕ пуçтарса пысăк çар пухнă та каллех Иудейăна кайма шут тытнă.

(36) Иудăпа унăн тăванĕсем каланă: хамăр тăшмансене çапса аркатрăмăр акă, атьăр ĕнтĕ улăхар та сăваплă Çурта тасатса çĕнетер, тенĕ.

(37) Вара пĕтĕм çар пухăннă та Сион тăвĕ çине улăхнă.

(38) Курнă пурте: сăваплă Çурт пушанса юлнă, парне выранне ирсерлетнĕ, хапхине çунтарса яна, картишĕсене, вăрманти пек е пĕр-пĕр ту çинчи пек, йывăç-курăк пусса илнĕ, управăшсене çĕмĕрсе тăкнă.

(39) Çынсем ĕнтĕ хăйсен тумтирне турта-турта çурнă, пуçĕ çине кĕл сапса, вĕри куççулĕ юхтарнă,

(40) ÿпне ÿке-ÿке йĕнĕ, хыпар труписемпе кăшкăртнă, тÿпенелле пăхса тархасланă.

(41) Сăваплă Çурта тасатнă хушăра Иуда керемри суя тĕнлĕ çынсене хирĕç вăрçма пĕр ушкăн çын кăларса янă.

(42) Тата таса пурăнакан, саккуншăн хытă тăракан священниксене суйласа илнĕ.

(43) Вĕсем сăваплă Çурта тасатнă, ирсĕрленĕ чулсене таса мар çĕре кăларса пăрахнă.

(44) Çавăн хыççăн вĕсем пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿмелли вырăн пирки — ирсĕрлетсе хăварнă парне вырăнĕ пирки — мĕн тумалла-ши тесе канаш тытнă.

(45) Лайăх ăс тупнă: парне вырăнне суя тĕнлĕ çынсем ирсĕрлесе хăварнăшăн ÿлĕмрен хамăрăн мăшкăл курмалла ан пултăр тесе ăна çĕмĕрме шухăш тытнă — çĕмĕрнĕ вара;

(46) ун чулĕсене, вĕсемпе мĕн тумаллине пророк килсе пĕлтериччен, Çурт тăвĕ çине таса çĕре купаласа хунă.

(47) Вара, саккун хушнă пек, пĕр пĕтĕм чулсем илнĕ те парне вырăнне çĕнĕрен ĕлĕкхи пекех туса лартнă;

(48) унтан Çурт ăшчиккине, шалти пайĕсене юсаса тухнă, пăлтăрĕсене тасалăх тивлечĕ кÿнĕ;

(49) çĕнĕрен кĕлĕ савăчĕсем тутарнă, Çурта шантал, фимиам çунтармалли парне вырăнĕ, парне çăкăрĕсем хумалли сĕтел кĕртсе лартнă;

(50) парне вырăнĕ çинче фимиам тĕтĕрнĕ, шантал çинче çутаткăçсем çутса ярса, Çурт ăшчиккине çутатнă;

(51) парне сĕтелĕ çине çăкăрсем хунă, чаршавсем карса тухнă; çапла вĕсем хăйсем тытăннă пур ĕçе те туса пĕтернĕ.

(52) Çĕр те хĕрĕх саккăрмĕш çулхи тăххăрмĕш уйăхăн, хаслев уйăхĕн, çирĕм пиллĕкмĕш кунĕнче вĕсем ирхине ирех тăнă та,

(53) саккун хушнă пек, çĕнĕрен туса лартнă пĕтĕмĕшпе çунтарса кÿмелли парне вырăнĕ çинче парне кÿнĕ.

(54) Ку ĕç ĕлĕк суя тĕнлĕ сынсем парне вырăнне ирсĕрлесе хăварнă вăхăтра, шăпах çав кун, пулса иртнĕ, ăна юрă юрласа, цитра, кĕсле каласа, кимвал çапса çĕнетнĕ.

(55) Пĕтĕм халăх ÿке-ÿке пуççапса кĕлтунă, хăйсене Ырăлăх Кÿме Васкакана тÿпенелле пăхса тав тунă.

(56) Çапла вĕсем, пĕтĕмĕшпе çунтарса памалли парне, çăлăнăç парнипе мухтав парни кÿрсе, савăнса, парне вырăнне çĕнетнин уявне сакăр кун хушши уявланă.

(57) Турă Çурчĕ умне ылтăн кăшăлсемпе, хулкансемпе илемлетнĕ, хапхасемпе мул управăшĕсене юсанă, вĕсен алăкне лартнă.

(58) Суя тĕнлĕ çынсен мăшкăлне сирсе янă халăх ĕнтĕ питех те савăннă-хĕпĕртенĕ.

(59) Иудăпа унăн тăванĕсем тата пĕтĕм Израиль халăхĕ вара çапла йышăннă: парне вырăнне çĕнетнĕ кунсене çулленех хăй вăхăтĕнче — хаслев уйăхĕн çирĕммĕшĕнчен пуçласа сакăр кун хушши — савăнса-хĕпĕртесе уявламалла.

(60) Суя тĕнлĕ çынсем хăçан та пулин килсе хăйсене унчченхи пек ан пусмăрлаччăр тесе, çав вăхăтрах вĕсем Сион тăвĕ тавра çÿллĕ хÿме тытса çавăрнă, тĕреклĕ пашнесем лартнă.

(61) Иуда унта Сион тăвне хураллама çар тăратнă, тăва хÿтĕлемешкĕн халăхăн Идумейăна хирĕç тăма керем пултăр тесе, Вефсура хулине тĕреклĕлетнĕ.

5

(1) Парне вырăнне туса лартни çинчен тата сăваплă Çурта та ĕлĕкхи пекех юсаса çĕнетни çинчен илтсессĕн, таврари халăхсем питех те тарăхнă;

(2) вара хăйсем хушшинче пурăнакан Иаков йăхне тĕп тума шухăш тытнă та çак халăх çыннисене вĕлерме, пĕтерсе пыма пикеннĕ.

(3) Вара Иуда, Идумейăна кайса, Акравим тăрăхĕнче Израиле йĕри-таврах хупăрласа тăракан Исав ывăлĕсене вирлĕн тапăннă та вĕсене питĕ вăйлă аркатса тăкса йăвашлантарнă, пурлăхĕсене туртса илнĕ.

(4) Вăл Веан ывăлĕсен усаллăхне те аса илнĕ: çулсем çинче вăрттăн сыхласа тăнăран вĕсем Израиль халăхĕшĕн серепе, тапă вырăннех пулнă.

(5) Вĕсем пашнесене пытанса питĕрĕнсе ларнă пулсассăн та, Иуда вĕсене хăватлăн тапăннă. Вĕсене пĕтмелле тупаланă, пашнесене вут тивертсе, çынни-мĕнĕпех çунтарса янă.

(6) Çавăн хыççăн вăл Аммон ывăлĕсене хирĕç кайнă, ăна хирĕç питĕ вăйлă çарпа темĕн чухлĕ халăх тухнă, вĕсене Тимофей ертсе пынă.

(7) Вăл вĕсемпе нумай хутчен тытăçса илнĕ, юлашкинчен вĕсене çĕмĕрсе тăкнă; вăл вĕсене тĕп тунă;

(8) Иазер хулипе унăн ялĕсене туртса илнĕ те каялла Иудейăна таврăннă.

(9) Çавăн чухне Галаадра пурăнакан суя тĕнлĕ çынсем хăйсен çĕрĕ çинчи Израиль çыннисене пĕтерес тесе пуçтарăннă; анчах лешĕсем Дафема керемне тарса кайнă.

(10) Çавăнтан вĕсем Иудăпа унăн тăванĕсем патне акă çапла каласа çыру çырса янă: хамăр таврари суя тĕнлĕ çынсем пире пĕтерес тесе, пире хирĕç пуçтарăнчĕç,

(11) вĕсем ĕнтĕ, тапранса тухса, эпир тарса килнĕ кереме тапăнма хатĕрленеççĕ, вĕсенĕн çарне Тимофей ертсе пырать.

(12) Ĕнтĕ килсемччĕ, пире вĕсен аллинчен хăтарсамччĕ, ахаль те пире нумайăшне пĕтерчĕç;

(13) Тов çĕрĕнче пурăнакан пур тăванăмăр та вилĕм аллинче ĕнтĕ, вĕсенĕн арăмĕсене, вĕсенĕн ачисене тыткăна илсе кайрĕç, пурлăхне те пуçтарса тухса кайрĕç, унта пин çынна яхăн вĕлерчĕç, тенĕ.

(14) Çав çырăва вуласа та пĕтереймен-ха, акă ĕнтĕ Галилейăран урăх хыпарçăсем, çуркаланса пĕтнĕ тумтир тăхăннăскерсем, çакăн пек хыпар илсе çитернĕ:

(15) пире хирĕç Птолемаида, Тир, Сидон çыннисем тата пĕтĕм Галилейăри суя тĕнлĕ çынсем пуçтарăнчĕç — вĕсем пире пĕтересшĕн, тенĕ.

(16) Иудăпа халăх çак сăмахсене илтсессĕн, питĕ йышлă пуху пухăннă; вĕсем çав суя тĕнлĕ çынсем вăрçăпа хăратса тăракан, пысăк инкеке кĕрсе ÿкнĕ тăванĕсемшĕн мĕн тумалла-ши? тесе канашланă.

(17) Вара Иуда хăйĕн Симон пиччĕшне каланă: çынсем суйласа ил те кай, Галилейăри тăванусене хÿтĕле; эпир вара Ионафан шăллăмпа иксĕмĕр Галаада кайăпăр, тенĕ.

(18) Иудейăра юлакан халăха пăхса тăма вăл Захария ывăлне Иосифа тата Азарияна хушнă, вĕсенех Иудейăна сыхлама юлашки çарне парса хăварнă.

(19) Вĕсене вăл акă çапла хушнă: халăха лайăх пăхса тăрăр, эпир таврăниччен суя тĕнлĕ çынсемпе вăрçă ан кăларăр, тенĕ.

(20) Симона Галилея çĕрне каймашкăн виçĕ пин çын уйăрса панă, Иуда вара Галаада кайма сакăр пин çын илнĕ.

(21) Симон ĕнтĕ Галилейăна тухса кайнă, унта вăл суя тĕнлĕ халăхпа нумай хутчен тытăçса çапăçнă, юлашкинчен вĕсене çĕмĕрсе тăкнă.

(22) Вăл вĕсене Птолемаида хапхи патне çитичченех хăваласа кайнă, суя тĕнлисем виçĕ пин çын таран пĕтнĕ, вăл вĕсен пурлăхне туртса илнĕ.

(23) Тата вăл Галилейăпа Арваттра пулнă [иудейсене] арăмĕсемпе, ачи-пăчипе пĕрле, мĕнпур япали-пурлăхĕпе Иудейăна илсе килнĕ, питех те савăнса килнĕ вĕсем.

(24) Иуда Маккавейпа унăн Ионафан шăллĕ вара, Иордан шывĕ урлă каçса, пушхирпе виçĕ кун кайнă.

(25) Вĕсене набатейсем тĕл пулса кăмăллăн йышăннă, вара Галаадра хăйсен тăванĕсемпе мĕн пулса иртни çинчен пĕтĕмпех каласа кăтартнă:

(26) вĕсенчен чылайăшне Васара, Восор, Алема, Хасфор, Макед тата Карнаим хулисене хупса лартнă-мĕн,— çав хуласем пурте тĕреклĕлетнĕ, аслă хуласем пулнă,—

(27) вĕсене Галаадри ытти хулара та хупăрласа илнĕ-мĕн, ыран ĕнтĕ çав тĕреклĕлетнĕ хуласене тапăнса туртса илме, пурне те пĕр кун хушшинчех вĕлерсе пĕтерме палăртса хунă иккен.

(28) Çавăнпа та Иуда хăйĕн çарĕпелен сасартăках пушхире Восор патнелле çул тытнă, çав хулана туртса илсе арçынĕсене пурне те хĕç çивĕчĕшĕ айне тунă, вĕсенĕн мĕнпур пурлăхне туртса илнĕ, хулине вутпа çунтарса янă;

(29) çавăнтан çĕрле тухса тепĕр тĕреклĕлетнĕ хула патнелле кайнă.

(30) Тул çутăлсассăн пуç çĕклесе пăхнă та курах кайнă: хулана шутсăр йышлă халăх çавăрса илнĕ, хÿме çине улăхма чикмексем тăратаççĕ, хÿмене çĕмĕрекен сăпрайсем лартаççĕ.

(31) Хуларисем трупапа кăшкăртни, кăшкăрни-ÿлесе йĕни тÿпене çитиех çĕкленнĕ, çапла çапăçу пуçланнине курса, Иуда

(32) çар çыннисене каланă: халĕ ĕнтĕ тăванăрсемшен çапăçăр, тенĕ.

(33) Вăл тăшмансене хыçалтан виçĕ ушкăнпа çавăрса илнĕ те, унăн çыннисем кĕлтуса трупасемпе кăшкăртса янă;

(34) Тимофей çарĕ вара ку вăл Маккавей иккенне тавçăрса илнĕ те унран çаврăнса тарнă, Иуда вĕсене хăваласа çитсе питĕ вăйлă çĕмĕрсе тăкнă; Тимофейăн çав кун сакăр пине яхăн çын пĕтнĕ.

(35) Иуда вара Масфа еннелле çул тытнă, ăна хупăрласа тăрса туртса илнĕ, унти мĕнпур арçынна вĕлерсе тухнă, унти пурлăха пуçтарса илсе, хулине вутпа çунтарса янă;

(36) унтан малалла кайса, вăл Хасфон, Макед, Восор тата Галаад çĕрĕнчи ытти хуласене туртса илнĕ.

(37) Çак ĕçсем пулса иртнĕ хыççăн Тимофей тепĕр çар пухнă та юхăм шыв леш енчи Рафон хули умĕнче тапăрăн вырăнаçса тăнă.

(38) Иуда унăн çарне пăхса килме çынсем янă, лешĕсем вара ăна çапла каласа пĕлтернĕ: вĕсем патне хамăр таврари пур суя тĕнлĕ халăх та пухăннă — çапла питех те йышлă çар чăмăртаннă,

(39) тата вĕсем хăйсене пулăшма Арави çыннисене тара тытса юхăм шыв леш енне тапăрăн ларса тухнă, сана хирĕç вăрçă вăрçма хатĕр тăраççĕ, тенĕ. Иуда вара вĕсене хирĕç кайнă.

(40) Иудăпа унăн çарĕ юхăм шыв патнелле çывăхарса пынă чухне Тимофей хăйĕн çарпуçĕсене çапла каланă: эхер те вăл пирĕн пата маларах каçса ĕлкĕрсессĕн, эпир ăна хирĕç тăма вăй çитереймĕпĕр, вăл пире çĕнтерĕ.

(41) Эхер те вăл хăраса юхăм шыв леш енчех тапăрăн тăрсассăн, эпир хамăр ун патне каçăпăр та ăна çĕнтерĕпĕр, тенĕ.

(42) Иуда юхăм шыв патне çитнĕ-çитменех халăх валли çарпуçсем уйăрса лартнă та вĕсене çапла хушнă: тапăрта пĕр çын та ан хăварăр, пурте вăрçă вăрçма кайччăр, тенĕ.

(43) Хăй вара чи малтан каçса кайнă, ун хыçĕнчен пĕтĕм халăх каçнă. Вĕсем суя тĕнлисене пĕтĕмпех çапса аркатнă, лешĕсем, кăралне пăрахса хăварсах, Карнаинри йĕрĕх çуртне тарса кайнă.

(44) Иуда çыннисем ĕнтĕ çав хулана çĕнтерсе илнĕ те йĕрĕх çуртне унта пытаннă мĕнпур çынни-мĕнĕпе çунтарса янă; Карнаина парăнтарнă, вăл текех Иудăна хирĕç тăма пултарайман.

(45) Иуда вара Галаадра пурăннă израильсене ватти-вĕтти таранах, вĕсен арăмĕсемпе, вĕсен ачисемпе пĕрле, пурлăхне те илтерсе, Иудея çĕрне кайма пĕр çĕре пуçтарнă, унăн питĕ пысăк çар пулса тăнă.

(46) Çапла вĕсем Ефрон патне çитнĕ. Ку вăл вĕсен çулĕ çинчи лайăх тĕреклĕлетнĕ пысăк хула пулнă: унран сылтăмалла та, сулахаялла та пăрăнса иртсе кайма май пулман; унăн варрипе каймалла пулнă,

(47) хула çыннисем питĕрĕнсе ларнă та хула хапхине чулпа купаласа-хупласа хунă.

(48) Иуда вĕсем патне калаçса татăлма çынсем янă: хамăр çĕрĕмĕре çитмешкĕн эпир сирĕн çĕрĕр витĕр тухса кайăпăр, сире никам та кÿрентермĕ, эпир утса çеç тухăпăр, тенĕ. Анчах лешĕсем ăна уçса кĕртесшĕн пулман.

(49) Иуда вара çар çыннисене кашнийĕ вăрçа хатĕрленсе тăтăр тесе пĕлтерме хушнă;

(50) çар çыннисем ĕнтĕ, вăрçа çĕкленсе, хулана çавăрса илнĕ, вĕсем ăна çав кун кунĕпех, çĕрле те çĕрĕпех хупăрласа тăнă, юлашкинчен хула Иудăна парăннă.

(51) Иуда хулари арçынсене пурне те хĕçпе пĕтерсе тухнă, хулине тĕппипе аркатса тăкнă, тупăш пуçтарса илнĕ, вара хула витĕр çын виллисем урлă каçса иртсе кайнă.

(52) Унтан вĕсем, Иордан урлă каçса, Вефсан тĕлĕнче сарăлса выртакан аслă тÿремлĕхе тухнă.

(53) Иудея çĕрне çитиччен пĕтĕм çул тăршшĕпех Иуда кая юлакансене пуçтарса, хавхалантарса пынă.

(54) Çитсессĕн, вĕсем Сион тăвĕ çине хĕпĕртесе те савăнса улăхнă, вара пĕтĕмĕшпе çунтарса парнесем кÿнĕ, мĕншĕн тесессĕн мĕн каялла çаврăнса киличченех вĕсен пĕр çынни те пĕтмен.

(55) Иудăпа Ионафан — Галаадра, вĕсен Симон пиччĕшĕ Галилейăра Птолемаида патĕнче пулнă чухне

(56) çарпуçсем Захария ывăлĕ Иосиф тата Азария вĕсенĕн вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен илтнĕ те

(57) каланă: эпир те хамăр ята чапа кăларар; хамăр таврари суя тĕнлĕ çынсемпе çапăçма каяр, тенĕ.

(58) Вара вĕсем хăйсен аллинчи çара çапла каласа пĕлтернĕ те Иамния хули çине кайнă.

(59) Хуларан вĕсене хирĕç Горгий хăйĕн çарĕпе çапăçăва тухнă.

(60) Иосифпа Азария ĕнтĕ пăрахса тарнă, Горгий вĕсене Иудея çĕрне çитичченех хăваласа кайнă; çав кун Израиль халăхĕн икĕ пине яхăн çынни пĕтнĕ.

(61) Израиль халăхĕ вăйлах пăлханса ÿкнĕ, мĕншĕн тесессĕн хăйсен паттăрлăхне кăтартма ĕмĕтленсе вĕсем Иудăпа унăн тăванĕсем хушса хăварнине итлемен,

(62) Иосифпа Азария ĕнтĕ Израиле хăтарма пÿрнĕ çынсен йăхĕнчен пулман.

(63) Иудăпа унăн тăванĕсем вара пĕтĕм Израиль умĕнче, вĕсен ятне илтнĕ халăхсем умĕнче чапа тухнă,—

(64) вĕсене мухтаса ырă сунма нумайăшĕ ятарласа пухăна-пухăна пынă.

(65) Çавăн хыççăн Иудăпа унăн тăванĕсем, кăнтăр енчи çĕре кайса, Исав ывăлĕсене хирĕç вăрçă вăрçнă, Хеврон хулипе унăн ялĕсене парăнтарнă, ун тĕрекне аркатса тăкнă, ун таврашĕнчи пашнесене çунтарса янă,

(66) унтан, ют халăх çĕрне кайма тесе, вĕсем тăвалла хăпарнă, Самари çĕрĕ витĕр тухнă.

(67) Çав вăхăтра çапăçусенче чапа тухас ĕмĕтпе вăрçа ăссăрла паттăрланса тухнă священниксем нумай пĕтнĕ.

(68) Иуда ĕнтĕ Азот енне, ют халăх çĕрне, пăрăнса кайнă, унти чÿк вырăнĕсене аркатса тăкнă, вĕсен туррисен касса тунă кĕлеткисене вут-çулăмпа çунтарса янă, хуласенчен тупăш пуçтара-пуçтара илнĕ, вара Иудея çĕрне таврăннă.

6

(1) Çав хушăра Антиох патша, тури çĕрсем урлă иртсе пынă май, Персире пуянлăхĕпе, ылтăн-кĕмĕлĕпе чапа тухнă Елимаис хули пурри çинчен илтнĕ,

(2) хулинче çавăнти суя туррăн çурчĕ те пур иккен, çурчĕ питĕ пуян-мĕн, унта ылтăн çивиттисем, тимĕр тумтир, кăрал пур иккен, çакна Александр — Филипп ывăлĕ, Македони патши, эллинсен чи малтанхи патши — хăварнă-мĕн.

(3) Антиох çавăнта пырса çитнĕ те çаратас ĕмĕтпе хулана туртса илме тăрăшнă, анчах туртса илеймен, мĕншĕн тесессĕн унăн шухăшĕ хула çыннисемшĕн паллă пулнă.

(4) Вĕсем ăна хирĕç вăрçа çĕкленсе тухнă та, вăл вара пăрахса тарнă, унтан вăл, Вавилона çул тытса, питех те хуйхăрса кайнă.

(5) Çавăн чухне ун патне Персие пĕр çын хыпарпа пынă: Иуда çĕрне вăрçăпа кайнă çарсем каялла çаврăнса тарнă,

(6) вăйлă çарпа пуринчен малта пынă Лисие те иудейсем çĕнтернĕ, вĕсем вăй илнĕ ĕнтĕ: кăралĕ те нумай, çарĕ те йышлă, хăйсем парăнтарнă çарсенчен туртса илнĕ тупăшĕ те туллиех,

(7) вĕсем эсĕ Иерусалимри парне вырăнне ирсĕрлесе туса лартнă чÿк вырăнне çĕмĕрсе тăкнă, хăйсен сăваплă Çурчĕ тавра унчченхи пекех çÿллĕ хÿме тытса çавăрнă, сан хулуна Вефсурăна та хÿмепе хÿсе çавăрнă, тенĕ.

(8) Çак сăмаха илтсессĕн, патша питĕ хытă хăраса кайса пăшăрханса ÿкнĕ; хăй шухăшланă пек пулманшăн хуйхăрса, вырăнĕ çине тĕшĕрĕлсе аннă та йăлтах халтан кайса выртнă.

(9) Вăл унта нумай кунлăхах юлнă, йывăр хуйхи вăйланнăçемĕн вăйланса пынă; вăл ĕнтĕ вилетĕп пулĕ тесе шухăшла пуçланă.

(10) Вара вăл хăйĕн тусĕсене пурне те чĕнсе илнĕ те каланă вĕсене: куçăмран ыйхăм тарчĕ, куляннăран чĕрем халсăрланса çитрĕ.

(11) Хам ăшăмра шухăшларăм вара: еплерех асап патне çитсе тухрăм иккен эпĕ, халĕ епле çунатăп эпĕ! Хамăн патшалăхăмра эпĕ усăллă çынччĕ, мана юрататчĕç.

(12) Халĕ ĕнтĕ эпĕ Иерусалимра тунă усал ĕçĕмсене, унти ылтăн-кĕмĕл савăтсене пуçтарса тухнине, Иудейăра пурăнакансене ытахальтен пĕтермешкĕн çар янисене аса илетĕп.

(13) Халĕ пĕлетĕп ĕнтĕ: çакă хĕн-асап мана çав усал ĕçсемшĕн çитрĕ — акă пысăк хуйхă çапса хуçнипе эпĕ ют çĕрте вилетĕп, тенĕ.

(14) Вара вăл Филипа, хăйĕн пĕр çывăх юлташне, чĕнсе илнĕ те ăна хăй патшалăхĕн пуçлăхне лартнă,

(15) ăна патша пуçкăшăльне, хăйĕн патша тумтирне, куçлă çĕррине парса, хăйĕн ывăлне Антиоха патшана лармалла пăхса ÿстерме хушнă.

(16) Антиох патша çĕр хĕрĕх тăххăрмĕш çулта çапла вилнĕ.

(17) Патша вилнине пĕлсен, Лисий ун вырăнне патшана унăн ывăлне, Антиоха, лартнă; вăл ăна мĕн ачаран пăхса ÿстернĕ пулнă, патшана лартнă чухне вара ăна Евпатор тесе ят панă.

(18) Çав хушăра керемре тăракансем Израиле сăваплă Çурт таврашĕнче хĕссе пурăннă, ăна яланах сăтăр тăвасшăн пулнă, суя тĕнлĕ çынсене пулăшма тăрăшнă;

(19) вара Иуда вĕсене хăваласа кăларма шухăш тытнă, вĕсене хупăрласа илмешкĕн пĕтĕм халăха чĕнсе пухнă.

(20) Çĕр аллăмĕш çулта пурте пухăнса вĕсене хупăрласа илнĕ, вĕсене хирĕç ухă çĕмренĕ пемелли, хÿмене çĕмĕрмелли сăпрайсем вырăнаçтарса лартнă.

(21) Çав хупăрласа илнĕ çынсенчен хăшĕ-хăшĕ керемрен тухнă, вĕсем çумне израильсен хăш-пĕр усал çыннисем те хутшăннă;

(22) вара вĕсем патша патне кайнă та каланă: эсĕ хăçанччен сут тумасăр, пирĕн тăванăмăрсемшĕн тавăрмасăр пурăнăн?

(23) Эпир санăн аçушăн ĕçлеме, унăн йăли-йĕркипе пурăнма, вăл хушнисене тытса пыма пулнă;

(24) анчах пире хамăр халăх ывăлĕсемех хупăрласа илчĕç, хамăр халăх хамăртан ютшăнчĕ, ĕнтĕ пире ăçта курнă унта вĕлереççĕ, пурлăхăмăра çаратаççĕ,

(25) вĕсем пирĕн çине кăна мар, пирĕн пĕтĕм çĕрĕмĕр çине аллине тăснă.

(26) Халĕ акă вĕсем Иерусалим керемне хăйсен аллине илесшĕн хупăрласа тăраççĕ, ĕнтĕ хăйсен сăваплă Çуртне тата Вефсурăна тĕреклетсе çирĕплетрĕç.

(27) Эхер те эсĕ вĕсене чарма васкамастăн пулсассăн, вĕсем хальхинчен те ытларах сăтăр тăвĕç, ун чухне вара санăн вĕсене чарма вăю çитеймĕ, тенĕ.

(28) Çакна илтсессĕн, патша çилленсе кайнă та хăйĕн пĕтĕм тусне, çарпуçсене, утлă çар пуçлăхĕсене чĕнсе пуçтарнă.

(29) Ун патне урăх патшалăхсенчен те, тинĕс утравĕсенчен те тара кĕрĕшнĕ çарсем килсе çитнĕ,

(30) çапла вара унăн çарĕн йышĕнче çĕр пин çынлă çуран çар, çирĕм пин çынлă утлă çар тата вăрçă вăрçма хăнăхтарнă вăтăр икĕ сăлан пулнă.

(31) Вĕсем Идумея çĕрĕ урлă каçса Вефсура тĕлĕнче тапăрăн чарăнса тăнă та нумай кун хушши çапăçнă, хулана çĕмĕрмелли сăпрайсем лартнă; лешĕсем ĕнтĕ сиксе тухнă та вĕсене вутпа çунтарса янă, питĕ хастар çапăçнă.

(32) Çавăн хыççăн Иуда керем патĕнчен чакса кайнă та Вефсахарăра патша тапăрне хирĕç тапăрăн вырăнаçса тăнă.

(33) Патша ирхине ирех тăнă та хăйĕн çарĕпе васкасах Вефсахара еннелле кайнă, çарĕ ĕнтĕ çапăçăва хатĕрленсе тăнă, трупасемпе кăшкăртса янă.

(34) Çапăçмашкăн хаярланччăр тесе, сăлансене иçĕм çырли юнĕпе пурçăн йывăççин юнне кăтартнă;

(35) çак чĕрчунсене темиçе ушкăна уйăрнă, кашни сăланĕ çумне пин çын тăратнă, çыннисем тимĕр вăчăра тумтир, пăхăр калпак тăхăннă пулнă; кунсăр пуçне кашни сăлан çумне чи паттăр юланутçăсене пилĕкçĕр çын тăратнă.

(36) Вĕсем хăйсен сăланĕ патне малтанах пырса тăнă, сăланĕ ăçталла, кусем те çавăнталла кайнă, унран юлман.

(37) Сăланĕсем çинче çыхса лартнă çирĕп йывăç пашне пекки пулнă, ун ăшĕнче çавăнтан вăрçă вăрçма хатĕр тăватă паттăр çын тăнă, сăланне тытса-ертсе çÿрекенĕ пĕр Инди çынни пулнă.

(38) Ытти юланутçăсене, икĕ пая уйăрса, кирлĕ чухне хăрушлăх çинчен систерччĕр, йывăр килнĕ çĕрте пулăшчăр тесе, пĕрне çарăн пĕр енне, тепĕрне тепĕр енне тăратса тухнă.

(39) Ылтăн та пăхăр хулкансем çинче хĕвел çиçсе илсессĕн, таврари тусем ялтăртатса вутлă çутаткăç пек çуталса тăнă.

(40) Патша çарĕн пĕр пайĕ çÿллĕ тусем тăрăх тăсăлса кайнă, ыттисем айлăм вырăнпа пынă, вĕсем çирĕппĕн, пĕр арпашмасăр пынă.

(41) Çакăн пек пысăк йыш, çакăн пек эшкер шавне, кăралпа кĕмсĕртеттерсе пынине илтсе пурте хăраса ÿкнĕ, мĕншĕн тесессĕн çарĕ ку питех те пысăк та вăйлăскер пулнă.

(42) Ĕнтĕ Иудăпа унăн çарĕ çапăçăва кĕнĕ, — патша çарĕнчен ултçĕр çын вилсе выртса юлнă.

(43) Çавăн чухне Елеазар — Саваран ывăлĕ — пĕр сăланне патшанăн тимĕр хÿтлĕхĕпе витнине, вăл ыттисенчен патвартарах пулнине асăрханă, çавăнпа çав сăлан çинче патша хăй ларса пынăн туйăннă;

(44) Елеазар вара Израиль халăхне çăлса хăйĕн ятне ĕмĕрлĕхе хăварас шухăшпа хăй пурăнăçне те хĕрхенсе тăман:

(45) çар варрине çав сăлан патне пĕр хăрамасăр ыткăннă, тăшмансене хĕçĕпе сылтăмалла та, сулахаялла та каса-каса пынă, лешĕсем ĕнтĕ икĕ еннелле сирĕлсе анчах юлнă;

(46) вăл çак сăлан патне чупса çитнĕ те, унăн айне выртса, ăна вĕлернĕ, сăланĕ Елеазара ая туса çĕр çине тĕшĕрĕлсе аннă, Елеазар ĕнтĕ çавăнта вилнĕ.

(47) Анчах, патшанăн вăрçа тухнă вăйĕ пысăккине, çарĕсенĕн вичкĕнлĕхне курса, иудейсем вĕсенчен пăрăнса кайнă.

(48) Патша çарĕ вара вĕсемпе вăрçма Иерусалим еннелле хускалса кайнă: патша хăйĕн çарне Иудейăпа Сион тăвĕ çине янă.

(49) Вăл Вефсурăри çынсемпе килĕшÿ тунă, лешĕсем хуларан хăйсемех тухнă пулнă, хупăрласа илнĕ хулара тытăнса тăма вĕсенĕн апат-çимĕçĕ те пулман, мĕншĕн тесессĕн çĕр çинче шăмат çулталăкĕ тăнă.

(50) Çапла патша Вефсурăна хăйĕн аллине çавăрса илнĕ те ăна сыхласа тăмашкăн унта хурал хăварнă.

(51) Унтан вăл нумай кун хушши сăваплă Çурта хупăрласа тăнă, çĕмренпе, чулпа пемешкĕн унта çĕмрен, вут, чул тата сăнă ывăтакан сăпрайсем лартнă.

(52) Иудейсем те вĕсенĕн сăпрайĕсене хирĕç тытăçма сăпрайсем вырăнаçтарса тухнă, ĕнтĕ нумай кун хушши çапăçнă;

(53) анчах управăшсенче малтан хатĕрлесе хунă апат-çимĕçĕ çитеймен, мĕншĕн тесессĕн ĕнтĕ çиччĕмĕш çул теекен çулталăк пулнă, мĕн янтăласа хунине Иудейăна суя тĕнлĕ çынсенчен тарса пынă халăх çисе янă;

(54) çапла вара сăваплă Çурта сыхлама çынсем нумай юлман: выçăпа аптăранипе кашнийĕ харпăр хăй çĕрне саланса пĕтнĕ.

(55) Лисий çавăн чухне çакăн пек хыпар илтнĕ: Антиох патша хăй чĕрĕ чухнех ывăлне, Антиоха, патшана кĕриччен пăхса ÿстерме хушса хăварнă Филипп,

(56) патшапа пĕрле çÿренĕ çара ертсе, Персипе Миди çĕрĕнчен таврăннă-мĕн, халĕ вара патшалăх ĕçне хăйĕн аллине илме ăнтăлать иккен.

(57) Çавăнпа вăл васкасах кайнă та патшана, çарпуçсене тата аслă улпутсене çапла каланă: пире кашни кунах çитмен пурăнăç аптăратать, пирĕн апат-çимĕç те сахал, хамăр хупăрласа илнĕ вырăн вара çирĕп тăрать-ха, çав хушăрах пирĕн тата патшалăха та пăхса тăмалла.

(58) Эппин, сылтăм аллăмăра парар çав çынсене, вĕсемпе, вĕсенĕн пĕтĕм халăхĕпе килĕшÿ тăвар,

(59) вĕсене, ĕлĕкхи пекех, хăйсен саккунĕсемпе пурăнма ирĕк парар: вĕсем пире хăйсен саккунĕсене пăрахăçланăшăн тарăхса кайрĕç, вара çак ĕçе туса хучĕç, тенĕ.

(60) Ку сăмах патшапа пуçлăхсен кăмăлне килнĕ, вара Лисий Израиль çыннисем патне килĕшÿ тума çынсем янă; лешĕсем сĕнÿпе килĕшнĕ;

(61) патшапа пуçлăхсем килĕштерсе пурăнма тупа тунă. Çавăн хыççăн израильсем керемрен тухнă.

(62) Унтан патша Сион тăвĕ çине улăхса çирĕплетнĕ вырăна пăхса çÿренĕ, хăй тупа тунине пăхмасăр хÿмене йĕри-таврах ишсе антарма хушнă.

(63) Вара вăл васкасах тухса кайнă та Антиохие таврăннă, унта хула Филипп аллинче иккенне курнă, ĕнтĕ унпа тытăçса, патша хулана вăйпа туртса илнĕ.

7

(1) Çĕр аллă пĕрремĕш çулта Димитрий, Селевк ывăлĕ, пысăках мар йышпа Римран тухнă та тинĕс хĕрринчи пĕр хулана пырса кĕрсе патшана ларнă.

(2) Вăл ĕлĕк хăйĕн ашшĕсем патшара ларнă вăхăтра пурăннă кермене пырса кĕнĕ чухне унăн çарĕ Антиохпа Лисие ун патне илсе пыма тесе ярса тытнă.

(3) Çавна пĕлсессĕн, Димитрий: мана вĕсен сăнне те ан кăтартăр, тенĕ.

(4) Çар çыннисем ĕнтĕ вĕсене вĕлернĕ те, Димитрий хăйĕн патшалăхĕнче патшанăн аслă пуканĕ çине ларнă.

(5) Ун патне саккуна уяман йĕркесĕр израильсем пынă, вĕсене священника кĕме ĕмĕтлĕ Алким ертсе пынă.

(6) Вĕсем патша умĕнче халăха айăпласа калаçнă: «Иудăпа унăн тăванĕсем санăн тусусене пĕтерчĕç, пире те хамăр çĕр çинчен хăваласа кăларса ячĕç.

(7) Унта хăвăн шанчăклă çыннуна яр; кайтăр та, вĕсем пире тата патша çĕршывне еплерех сăтăр тунине хăй куçĕпе хăй курса, вĕсене хăйсене те, вĕсене пулăшакансене те тавăртăр» тенĕ.

(8) Патша Вакхида — хăйĕн пĕр çывăх тусне, юханшыв леш енчи çĕре тытса тăраканскере, патшалăхри чаплă çынна, хайĕн шанчăклă çыннине — суйласа илнĕ те

(9) çавна тата унпа пĕрле усал Алкима — ăна священник пулма ирĕк парса — Израиль ывăлĕсене тавăрма хушса янă.

(10) Вĕсем çула тухнă та Иудея çĕрне пысăк çарпа пырса кĕнĕ; Вакхид вара Иудăпа унăн тăванĕсем патне ултавлă шухăшпа килĕшÿ тума сĕнсе çын янă.

(11) Анчах лешĕсем вĕсене ĕненмен, мĕншĕн тесессĕн вĕсем пысăк çарпа килнине курнă.

(12) Алкимпа Вакхид патне, тĕрĕс килĕшÿ шыраса, саккун вĕрентекенсем пухăнса пынă.

(13) Израиль ывăлĕсенчен чи малтисем кунта хасидейсем пулнă; вĕсем килĕшÿ тăвасшăн тăнă;

(14) вĕсем çапла каланă: ку çарпа Аарон йăхĕнчен тухнă священник килнĕ, вăл пире кÿрентерес çук, тенĕ.

(15) Алким вĕсемпе йăвашшăн калаçнă: эпир сире те, сирĕн тусăрсене те усал тумăпăр тесе тупа тунă.

(16) Вĕсем ăна ĕненнĕ, вăл вара вĕсенчен утмăлăшне ярса тытса вĕсене пĕр кунрах вĕлернĕ; кун çинчен Çырура çапла каланă:

(17) «Санăн сăваплă çыннусен ÿтне, вĕсен юнне Иерусалим тавра тăкрĕç, вĕсене пытаракан та пулмарĕ» тенĕ.

(18) Вара вĕсенчен пĕтĕм халăх хăраса-сехĕрленсе ÿкнĕ, ĕнтĕ çапла каланă: вĕсен сăмахĕнче чăнлăх та, тÿрĕлĕх те çук: вĕсем мĕн каласа хунине те, хăйсем тупа тунине те пăсрĕç, тенĕ.

(19) Вакхид вара, Иерусалим патĕнчен кайса, Визеф хули çывăхĕнче тапăра вырăнаçса тăнă; унтан вăл, çынсем ярса, хăй патĕнчен тарнă арсене нумайăшне тата халăх хушшинчи хăш-пĕр çынна тыттарса килтерсе, вĕсене чике-чике вĕлерсе тарăн пусăна пăрахнă.

(20) Çавăн хыççăн Вакхид, ку çĕршыва Алким аллине парса, ăна пулăшса тăма çарне те хăварса, хăй патша патне кайнă.

(21) Алким ĕнтĕ аслă священника ларма тăрăшнă.

(22) Ун патне хăйсен халăхне пăтратакансем пухăннă та, Иудея çĕрне хăйсен аллине ярса илсе, Израиль халăхне питĕ вăйлă пĕтерсе тухнă.

(23) Алким çапла хăйĕн каварçисемпе пĕрле Израиль ывăлĕсене суя тĕнлĕ çынсенчен те ытларах усал тунине Иуда пĕтĕмпех курса тăнă,

(24) вара, пĕтĕм Иудея çĕрĕ тăрăх çÿресе, Израиль йĕркинчен тухнисене тавăрнă, çавăн хыççăн лешĕсем ку çĕршыва кĕрсе çÿреме те пăрахнă.

(25) Алким, Иудăпа унăн çыннисем вăй илнине курсассăн, хăй вĕсене хирĕç тăма пултараяс çуккине ăнланса, патша патне таврăннă та вĕсене хаяррăн айăпласа калаçнă.

(26) Патша вара Израиль халăхне пĕтерме Никанора — хăйĕн чаплă çулпуçĕсенчен пĕрне — янă; вăл Израиле чунтан курайман çын, унăн тăшманĕ пулнă.

(27) Никанор Иерусалима пысăк çарпа пырса кĕнĕ те Иудăпа унăн тăванĕсем патне килĕшÿ тума килтĕмĕр тесе улталама çынсем янă:

(28) «манпа сирĕн хушшăмăрта вăрçă ан пултăр; сирĕнпе кăмăллăн калаçас тесе, сирĕн сăнăра курас тесе эпĕ сирĕн патăра пĕчĕк йышпа çеç кĕрĕп» теме хушнă.

(29) Çапла вăл Иуда патне пынă та, вĕсем пĕр-пĕрне кăмăллăн саламланă; çав хушăрах Никанор çыннисем Иудăна ярса тытма хатĕр тăнă.

(30) Иуда ĕнтĕ Никанор хăй патне усал шухăшпа килнине пĕлнĕ те, çавăнпа унран шикленсе, текех унпа курăнăçасшăн пулман.

(31) Никанор, хăйĕн вăрттăн шухăшĕ паллă пулнине пĕлсессĕн, Хафарсалама хули çывăхĕнче Иудăна хирĕç çапăçăва тухнă.

(32) Никанорпа пĕрле пулнă çынсенчен пилĕк пине яхăн пĕтнĕ, ыттисем Давид хулине тарса кайнă.

(33) Çавăн хыççăн Никанор Сион тăвĕ çине улăхнă; ăна кăмăллăн кĕтсе илме таса Çуртран темиçе священникпа халăх пуçлăхĕ тухнă, вĕсем ăна патшашăн пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿнине кăтартасшăн пулнă.

(34) Анчах вăл вĕсенчен тăрăхласа кулнă çеç, вĕсене мăшкăлланă, чыссăрласа пĕтернĕ, мăнкăмăллăн калаçнă,

(35) çиллессĕн тупа туса каланă: эхер те паян Иудăпа унăн çарĕ ман аллăма ÿкмесессĕн, хам каялла ыррăн-сыввăн таврăнсассăн, çак Çурта вут тивертсе çунтарса яратăп, тесе питĕ çилленсе тухса кайнă.

(36) Священниксем вара Çурта кĕнĕ те, парне вырăнĕ умне тăрса, йĕрсе ярса каланă:

(37) эй Çÿлхуçамăр, Эсĕ çак Çурта Хăвăн яту валли суйласа илнĕ, вăл кĕлĕ çурчĕ пултăр, унта Хăвăн халăху кĕлтутăр тенĕ.

(38) Çак çынна, унăн çарне тавăрсамччĕ, хĕç айне пулччăр вĕсем; вĕсем усаллăн хăртнине асна илсемччĕ, вĕсен малашнехи кунне-çулне путланмалла тусамччĕ, тенĕ.

(39) Никанор, Иерусалимран тухса, Вефорон патне тапăрăн вырăнаçса тăнă, кунта ун çумне Сири çарĕ пырса хутшăннă.

(40) Иуда вара виçĕ пин çынпа Адас хули патне пырса тапăрăн вырăнаçса тăнă; Иуда кĕлтуса çапла каланă:

(41) эй Çÿлхуçамăр! ĕлĕк Ассири патши янă çынсем Сан ятна хурласа мăшкăл тусассăн, Санăн Ангелу килнĕ те вĕсенĕн çĕр сакăрвун пилĕк пин çыннине пĕтерсе тăкнă.

(42) Çавăн пек халĕ те çакă эшкере пирĕн умăмăрта аркатса тăк, вĕсем Санăн сăваплă вырăнна мăшкăл кăтартнине ыттисем те пĕлччĕр, вĕсене хăйсен усаллăхне кура айăпла, тенĕ.

(43) Вара адар уйăхĕн вунвиççĕмĕш кунĕнче çар çапăçăва кĕнĕ, Никанор çарне çапса аркатнă, Никанор хăй çапăçура чи малтан пĕтнĕ.

(44) Никанор вилнине курсассăн, унăн çарĕ кăралĕсене пăрахса хăварса тара пуçланă.

(45) Израильсем вĕсене кунĕпе, Адас хулинчен пуçласа Газира хули патне çитичченех, хыçалтан хыпар труписем кăшкăртса хăваланă.

(46) Вĕсене таврари Иудея ялĕсенче пурăнакансем те хупăрла-хупăрла илнĕ; çав ункăран хăтăласшăн вĕсем каялла çаврăнса тарма хăтланнă та хăйсен çыннисенех пырса тăрăннă, вара пурте хĕç айне пулса пĕтнĕ, вĕсенчен пĕр çын та чĕрĕ юлман.

(47) Иудейсем вĕсен тупăшне те, мĕн вăрласа тухнине те пĕтĕмпех пуçтарса илнĕ; Никанорăн пуçне тата сылтăм аллине — хуçи мăнаçлăн тăсма юратакан алла — касса татса, Иерусалим умне илсе килсе çакнă.

(48) Халăх тем пекех хĕпĕртенĕ, çав куна аслă савăнăç кунне ирттернĕ пек ирттернĕ;

(49) вара адар уйăхĕн вунвиççĕмĕш кунне çулленех уявласа ирттермелле тунă.

(50) Иудея çĕрĕ пĕр тапхăр канлĕ тăнă.

8

(1) Çавăн чухне Рим халăхĕн чапĕ Иуда хăлхине те çитнĕ: Иуда вĕсем хăватлă та вăйлă халăх, хăйсем патне пыракансене вĕсем пурне те хапăл йышăнаççĕ, кам пыраканпа пуринпе те туслă тăма килĕшÿ тăваççĕ тенине илтнĕ.

(2) Вĕсем чăнахах та хăватлă та вăйлă халăх пулнине пĕлсе тăма ăна вĕсен вăрçисем çинчен каласа кăтартнă; галатсемпе çапăçнă чухне мĕн тери хăюлăхпа паттăрлăх кăтартни çинчен, вĕсене мĕнле парăнтарса хырçă тÿлесе тăмалла туни çинчен,

(3) çавăн пекех Испани çĕрĕнче унти ылтăн-кĕмĕл кăларакан вырăнсене хăйсен аллине илес тесе вĕсем мĕн-мĕн туни çинчен каласа кăтартнă:

(4) хăйсенчен темĕн чухлĕ аякра пулин те, ăс тупса, çине тăрса çав çĕре вĕсем пĕтĕмпех хăйсен аллине илнĕ иккен, çавăн пекех таçти тĕнче хĕрринчи патшасем пыра-пыра тапăнсассăн та, вĕсем пурне те çĕмĕре-çĕмĕре тăкса хăватлăн парăнтарнă иккен, ыттисем вара вĕсене çулленех хырçă тÿлесе тăраççĕ-мĕн;

(5) вĕсем çавăн пекех Филипа та, Китим патшине Персее те, хăйсене хирĕç тухнă ытти патшана та вăрçăра аркатса тăкса парăнтарнă,

(6) темĕн тĕрлĕ вăйлă Ази патшине Антиоха та — хăйсене хирĕç çĕр çирĕм сăланпа, утлă çарпа, вăрçă ураписемпе, питĕ йышлă çуран çарпа вăрçа тухнă Антиоха — çĕмĕрсе тăкнă вĕсем;

(7) ăна вĕсем, чĕрĕллех тыткăна илсе, ăна хăйне те, ун хыçĕнчен ларакан патшасене те питĕ пысăк хырçă тÿлесе тăмалла тунă, вĕсен çыннисене саклата илнĕ, вĕсен çĕрне валеçтернĕ,

(8) Инди çĕрне вара, Мидие те, Лидие те тата ытти лайăх çĕрне те унран туртса илсе Евмений патшана панă;

(9) вĕсене эллинсем пырса пĕтерме шухăш тытнă иккен,

(10) анчах Рим çыннисем, çавна пĕлсе, вĕсене хирĕç пĕр çарпуçне янă, çапла вĕсене хирĕç вăрçă вăрçнă, вĕсене темĕн чухлĕ вĕлерсе тăкнă, арăмĕсене, ачисене тыткăна илсе кайнă, вĕсене çаратса тухса çĕрне туртса илнĕ, керемĕсене çĕмĕре-çĕмĕре пĕтерсе, эллин халăхне халичченех хăйсене пăхăнса тăмалла туса хăварнă;

(11) хăçан та пулин хăйсене хирĕç тăнă ытти патшалăхсемпе утравсене те вĕсем çĕмĕрсе тăкса парăнтарнă.

(12) Хăйсен тусĕсемпе, хăйсене шанакансемпе вара вĕсем туслă тăнă; çывăхри патшалăхсене те, аякрисене те хăйсен аллине илнĕ, вĕсенĕн ятне илтнисем пурте вĕсенчен хăраса тăнă.

(13) Эхер те кама пулăшас, кама патшана лартас теççĕ, çавсем патшана лараççĕ, кама улăштарас теççĕ, çавна улăштараççĕ; çапла вĕсем питĕ çĕкленсе кайнă;

(14) çапла пулин те вĕсем нихăшĕ те патша пуçкăшăлĕ тăхăнса, патша тумтирĕ тăхăнса мăнкăмăлланса çÿремен.

(15) Вĕсем хăйсем хушшинче канаш туса хунă, вĕсем кашни кун виççĕр çирĕм çын пухăнса халăх пурăнăçĕпе, ăна ырăлăх кÿрессипе çыхăннă пур ĕç çинчен те канашлаççĕ.

(16) Кашни çулах вĕсем пĕр çынна суйласа илеççĕ те хăйсене ертсе пыма, хăйсен çĕрне тытса тăма пуçлăх туса хураççĕ, пурте вара çав пуçлăха пăхăнса тăраççĕ, хăйсем хушшинче вĕсен ăмсанасси, кĕвĕçесси çук.

(17) Çапла кала-кала панине илтсессĕн, Иуда ĕнтĕ Евполема — Аккос ывăлĕн Иоанăн ывăлне — тата Елеазар ывăлне Иасона суйласа илнĕ те вĕсене Рим халăхĕпе туслă, татуллă пурăнма килĕшÿ тума кăларса янă,

(18) «эпир эллинсен патшалăхĕ Израиль халăхне чуралантарасшăн пулнине куратпăр, пире вĕсен пусмăрне лекме ан парăр» тесе калама хушнă.

(19) Çулĕ питĕ вăрăм пулнă пулин те, çапла вĕсем Рим хулине тухса кайнă, унта канаша пухăннисем патне кĕрсе çакăн пек каланă:

(20) Иуда Маккавейпа унăн тăванĕсем, пĕтĕм Иудея халăхĕ пире сирĕн патăра туслă пурăнасчĕ тесе тату тума ячĕç, пирĕн халăх хăйне хăвăр юлташăрсемпе тусăрсен шутне кĕртме ыйтать, тенĕ.

(21) Лешĕсене çак сăмах килĕшнĕ.

(22) Иудейсене мĕнле хуравланине вĕсем пăхăр хăмасем çине çырнă, çавна çырса илсе Иерусалима — килĕшсе те пĕрлĕхлĕ пурăнмаллине астутарса тăма — парса янă; унта акă çапла çырнă:

(23) «Рим çыннисемпе Иудея халăхне тинĕсре те, тип çĕр çинче те ĕмĕр-ĕмĕрех ырăлăх пултăр, хĕç те, тăшман та вĕсенчен аякра тăччăр!

(24) Эхер те малтан Рим çыннисен е Римпа туслă халăхсен ăçта та пулин вăрçă тухас пулсассăн,

(25) Иудея халăхĕ вĕсене пурне те, вăхăтне кура, вăрçăра мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма тивĕçлĕ;

(26) Рим çыннисемпе вăрçă вăрçакансене вĕсем тырă-пулă та, кăрал та, укçа та, карап та ан паччăр, илсе те ан пыччăр — Рим халăхĕн ирĕкĕ çапла; иудейсен хăйсен тивĕçне нимĕн илмесĕрех туса тăмалла.

(27) Шăп çавăн пекех, малтан Иудея халăхĕн вăрçă пуçлансассăн, Рим çыннисем вĕсене вăрçăра, вăхăтне кура, чунтан тăрăшса пулăшĕç.

(28) Иудея халăхĕпе вăрçакансене тырă-пулă та, кăрал та, укçа та, карап та памалла мар — Рим халăхĕн ирĕкĕ çапла; хăйсен тивĕçне вĕсен пĕр ултавсăр пурăнăçламалла» тенĕ.

(29) Рим çыннисем Иудея халăхĕпе çапла калаçса татăлса килĕшÿ тунă.

(30) Эхер те хăш халăхĕ те пулин çак йышăну çумне мĕн те пулин хушас е унран кăларса пăрахас тесессĕн, çакна пĕр-пĕринпе канашласа тумалла, вара мĕн хушни е кăларни вăя кĕрĕ, тенĕ.

(31) Димитрий патша Иудея халăхне тунă усал ĕç пирки эпир ун патне çапла çырса ятăмăр: «мĕншĕн эсĕ пирĕн тусăмăрсем çине, пирĕнпе килĕшÿллĕ тăракан иудейсем çине, йывăр çĕклем хутăн?

(32) Вĕсем сан çинчен тата тепре çапла пĕлтерсессĕн, эпир вĕсен тĕрĕслĕхне хÿтĕлĕпĕр, тинĕсре те, тип çĕр çинче те сана хирĕç вăрçăпăр» терĕмĕр, тенĕ.

9

(1) Никанор вăрçăра çарĕ-мĕнĕпех тĕп пулни çинчен илтсессĕн, Димитрий ĕнтĕ Вакхидпа Алкима иккĕмĕш хут Иудея çĕрне янă, вĕсене сылтăм енче тăракан çар ушкăнне те панă.

(2) Вĕсем вара Галгал çулĕпе кайса Арвилăри Месалоф хули патĕнче тапăра вырăнаçса тăнă, хулине ярса илсе темĕн чухлĕ çынна пĕтернĕ.

(3) Çĕр аллă иккĕмĕш çулăн пĕрремĕш уйăхĕнче вĕсем Иерусалим патĕнче тапăрăн чарăнса тăнă;

(4) анчах часах тапраннă та Верея хули патнелле кайнă, вĕсенĕн çирĕм пин çынлă çуран çар, икĕ пин çынлă утлă çар пулнă.

(5) Иуда вара Елеаса хули патĕнче тапăрăн тăнă, унăн çарĕнче суйласа илнĕ виçĕ пин çын пулнă.

(6) Анчах лешĕсен çарĕ калама çук йышлăн тăнине курсассăн, вĕсем питех те хăраса ÿкнĕ, вара нумайăшĕ ун тапăрĕнчен пăрахса тарнă, пĕр сакăрçĕр çынран ытла та юлман.

(7) Çарĕ тарса пĕтнĕ пулин те, пурпĕрех вăрçă вăрçмаллине пĕлсе, Иуда пăшăрханса ÿкнĕ: çĕнĕрен çар пухма унăн вăхăт та пулман.

(8) Çавăнта юлнă çыннисене вăл кулянса каланă: тăрар та хамăр тăшмансем çине каяр; вĕсемпе çапăçма, тен, вăй çитерĕпĕр, тенĕ.

(9) Çыннисем унпа килĕшмен, вĕсем: «эпир вăй çитереймĕпĕр, пирĕн халĕ хамăрăн çăлăнмалла, кайран вара хамăр тăванăмăрсемпе таврăнăпăр та вĕсене хирĕç çапăçăпăр, халĕ эпир сахаллăн» тенĕ.

(10) Анчах Иуда каланă: çук, тăшмансенчен тарасси манран ан пултăр вăл; пирĕншĕн вилĕм сехечĕ çитрĕ пулсассăн та, хамăр тăванăмăрсемшĕн паттăррăн вилер, ырă ятăмăра хамăр хыççăн сăмах тивмелле тăвар мар, тенĕ.

(11) Тăшман çарĕ тапăртан тапранса тухнă та вĕсене хирĕç пырса тăнă; утлă çарĕ икĕ ушкăна уйăрăлнă, çар умĕнчен чулравçăсемпе ухăçăсем, вăйлă та хастар çар çыннисем пынă.

(12) Вакхид хăй сылтăм енче пынă, çар çапла, трупа кăшкăртса, икĕ енчен хĕссе çывăхарнă.

(13) Иудăпа пĕрле тăракансем те трупа кăшкăртса янă, çарсен шавĕ-кăшкăрашăвĕпе çĕр чĕтренсе кайнă, иртен пуçласа мĕн каçчен хĕрÿ çапăçу пынă.

(14) Вакхидпа унăн чи вăйлă ушкăнĕ сылтăм енче иккенне курсассăн, Иуда патне мĕнпур хăюллă çынни пухăнса пынă,

(15) вĕсем тăшмансен сылтăм енчи çарне çĕмĕрсе тăкнă, вĕсене Азот тăвĕ патне çитичченех хăваласа кайнă.

(16) Сулахай енче çапăçакансем вара сылтăм енчисене çĕмĕрсе тăкнине курсассăн, çаврăнса, Иудăпа унăн çыннисене хыçалтан хăвалама тытăннă.

(17) Çапăçăвĕ хаяр пулнă, пĕрисем те, тепĕрисем те питĕ нумай пĕтнĕ,

(18) Иуда та пуç хунă, ыттисем вара пăрахса тарнă.

(19) Ионафанпа Симон ĕнтĕ хăйсен пĕртăванне Иудăна Модин хулине илсе кайса унта ашшĕсенĕн тупăклăхне пытарнă.

(20) Пĕтĕм Израиль халăхĕ уншăн хурланса хÿхленĕ, нумай кун хушши хуйхăрса çÿренĕ,

(21) «çав тĕрлĕ вăйлă çын, Израиле хăтаракан, епле ÿксе вилчĕ-ши?» тесе куççулĕ тăкнă.

(22) Иудăн ытти ĕçĕпе çапăçăвне, вăл тунă паттăрла ĕçсене, унăн аслăлăхне çырса кăтартман, мĕншĕн тесессĕн вăл тунă ĕç питĕ нумай пулнă.

(23) Иуда вилнĕ хыççăн Израиль çĕрĕнче пур çĕрте те саккуна хирĕçле çынсем тухса тулнă, пур тĕрлĕ тÿрĕ мар ĕç тăвакансем çĕкленнĕ.

(24) Çав вăхăтра тата питĕ вăйлă выçлăх пулнă та, çĕршыв çав çынсем хыççăн кайнă.

(25) Вакхид йĕркесĕр усал çынсене суйласа илнĕ те вĕсене çĕршыв пуçлăхĕсем туса лартнă.

(26) Çавсем вара Иуда майлă çынсене йĕрлесе çÿренĕ, шыра-шыра тупса Вакхид патне тыта-тыта пынă, лешĕ вĕсене усаллăн тавăрнă, мăшкăл кăтартса пĕтернĕ.

(27) Израиль çĕрĕнче çакăн пек хурлăхлă самана хăйсем патĕнче пророксем курăнми пулнăранпа та пулман.

(28) Çавăн чухне Иуда тусĕсем пурте пухăннă та Ионафана каланă:

(29) санăн Иуда пиччÿ вилнĕренпе пирĕн халăха курайман тăшмансене хирĕç, Вакхида хирĕç тăма пултаракан çын çук ĕнтĕ.

(30) Халĕ ĕнтĕ хамăрăн пуçлăх, çулпуç пулма, вăрçа ертсе çÿреме Иуда вырăнне эпир сана суйларăмăр, тенĕ.

(31) Вара Ионафан çавăн чухне ертсе пырас ĕçе йышăннă, хăйĕн Иуда пиччĕшĕ вырăнне тăнă.

(32) Вакхид çавăн çинчен пĕлнĕ те ăна вĕлерме май шыранă.

(33) Кун çинчен Ионафанпа унăн Симон пиччĕшĕ пĕлнĕ, вара хăйсем майлă çынсемпе Фекое пушхирне тарса кайнă та Асфар кÿлли хĕррине тапăрăн вырăнаçнă.

(34) Вакхид, çакăн çинчен шăматкун пĕлсе, хăйĕн пĕтĕм çарĕпе Иордан леш енне каçса кайнă.

(35) Ионафан хăйĕн пĕртăванне, халăх ушкăнне ертсе пыраканскере, хăйсен набатей тусĕсем патне янă: вăл сыхлăх ятне темĕн чухлех янтăласа хунă япалисене вĕсем патне хуртарасшăн пулнă.

(36) Анчах Мидава хулинчен Иамври ывăлĕсем тухнă та Иоана ярса тытнă, унăн мĕн пуррине те туртса илнĕ, вара пурне те пĕрле илсе кайнă.

(37) Çак ĕçсем пулса иртнĕ хыççăн Ионафанпа унăн Симон пиччĕшне каланă: Иамври ывăлĕсем питĕ вăйлă туй тăваççĕ, çураçнă хĕре, пĕр ятлă-сумлă ханаан улпучĕн хĕрне, Надаваф хулинчен питĕ чаплăн ăсатаççĕ, тенĕ.

(38) Çакна илтсессĕн, вĕсем хăйсен тăванне Иоана аса илсе пĕр сăрт хÿттине кайса пытаннă.

(39) Унччен те пулман, курах кайнă: темĕн тĕрлĕ сĕрлешсе-кăшкăрашса туй çывăхарать, темĕн чухлĕ хĕр тупри тиенĕ; хĕрне хирĕç кĕрÿ каччă туй каччисемпе, тăванĕсемпе тÿнкĕр çапса, кĕвĕ каласа килет, хăйсем кăралпа авăрланнă.

(40) Ĕнтĕ Ионафанпа унăн çыннисем пытанса тăнă çĕртен сиксе тухнă та вĕсене тапăннă, нумайăшне пĕтерсе тăкнă, чĕрĕ юлнисем сăрт çине тарса кайнă; Ионафан çыннисем вара вĕсен мĕнпур пурлăхне пуçтарса илнĕ.

(41) Туй савăнăçĕ вырăнне вара хурлăх çитнĕ, кĕвĕ вырăнне кăшкăрса макăрни илтĕнсе тăнă.

(42) Хăйсен тăванĕн юнĕшĕн вĕсем çапла тавăрнă, вара Иордан хĕрринчи шурлăхлă вырăна таврăннă.

(43) Вакхид çакăн çинчен илтнĕ те пĕр шăматкун пысăк çарпалан Иордан хĕррине çитнĕ.

(44) Ионафан хăйĕн çыннисене каланă: тăрар та — хамăр пурăнăçшăн çапăçар: паянхи кун пирĕншĕн ĕнерхи те, виçĕмкунхи те мар.

(45) Пирĕн умра та, хыçра та — тăшман, ку енче те, леш енче те — Иордан шывĕ, йĕри-тавра — шурлăх та вăрман, ниçта пăрăнма та çук.

(46) Çапла ĕнтĕ, тăшман аллинчен хăтăлса юлас тесессĕн, халĕ Турра тархаслăр, тенĕ.

(47) Вара çапăçу пуçланнă. Ионафан Вакхида тĕп тăвас тесе аллине тăснă, анчах лешĕ каялла чакса ĕлкĕрнĕ.

(48) Ионафан хăйĕн çыннисемпе Иордан шывне сикнĕ те тепĕр çыран хĕррине ишсе каçнă, лешĕсем вара вĕсем хыççăн Иордан урлă каçман.

(49) Çав кун Вакхидăн пин çын таран пĕтнĕ.

(50) Вăл Иерусалима таврăннă та Иудея çĕрĕнче тĕреклĕ хуласем туса-юсаса лартнă: Иерихонра керем тутарнă, Еммаум, Вефорон, Вефиль, Фарафон, Фамнафа, Тефон хулисем туса лартса вĕсене çÿллĕ хÿме тытса çавăрнă, хапхисене сăлăп ярса питĕрмелле тунă,

(51) çав хуласенче — Израиле сăтăр туса тăма — хурал тăратнă.

(52) Тата вăл Вефсурăпа Газара хулисене тĕреклетсе унта керем тутарнă, çав хуласенче вăл çар, çарĕ валли апат-çимĕç хăварнă,

(53) Израиль çулпуçĕсен ывăлĕсене саклата илнĕ, вĕсене Иерусалим керемне хупса хурал аллине панă.

(54) Çĕр аллă виççĕмĕш çулта, иккĕмĕш уйăхра, Алким ĕнтĕ Турă Çурчĕн шалти картиш хÿмине ишсе антарма, пророксем тунă ĕçе аркатса тăкма хушнă, аркатма тытăннă та.

(55) Анчах шăпах çав вăхăтра Алкима шалкăм çапса пăрахнă та, унăн тума пикеннĕ ĕçĕсем чарăнса ларнă; унăн çăварĕ хупăннă, чĕлхи çĕтнĕ, урăх вăл пĕр сăмах чĕнме те, хăйĕн килне халалласа хăварма та пултарайман.

(56) Вара Алким çав вăхăтрах питĕ асапланса вилсе кайнă.

(57) Алким вилнине пĕлсессĕн, Вакхид ĕнтĕ патша патне таврăннă; Иудея çĕрĕ вара икĕ çул хушши тăнăçлă тăнă.

(58) Çавăн чухне саккуна уяманнисем канашласа çапла калаçнă: акă Ионафанпа унăн çыннисем канлĕхре питĕ шанчăклă пурăнаççĕ; атьăр Вакхида чĕнсе килер, вăл вĕсене пурне те пĕр каçрах ярса тытĕ, тенĕ.

(59) Кайнă та çавăн пек канаш панă ăна.

(60) Вăл вара йышлă çар пухса кайма шухăшланă, хăйĕн Иудейăра пурăнакан тусĕсем патне, вĕсем Ионафанпа унăн çыннисене ярса илччĕр тесе, вăрттăн çырусем янă, анчах кусем çак ĕçе тăвайман, мĕншĕн тесессĕн Ионафан çыннисем вĕсем мĕн шухăш тытнине пĕлсе ĕлкĕрнĕ.

(61) Вĕсем çав усал ĕçе тума шухăш тытнăскерсене хăйсене — çав çĕр çыннисене — пĕр аллă çын тытса вĕлернĕ.

(62) Çавăн хыççăн Ионафанпа Симон хăйсен юлташĕсемпе пушхирти Вефваси хулине тухса кайнă, унта аркатнă çурт-йĕре юсанă, хулине тĕреклĕлетнĕ.

(63) Çакăн çинчен пĕлсессĕн, Вакхид хăйĕн пĕтĕм çарне пухнă та, Иудея çĕрĕнчи тусĕсене те систерсе,

(64) Вефваси хулине пырса çавăрса илнĕ, ăна хирĕç нумай кун хушши çапăçнă, хула хÿмине çĕмĕрекен сăпрайсем лартнă.

(65) Ионафан, хулара хăйĕн Симон пиччĕшне хăварса, пĕчĕк кăна йышпа хула тулашне тухнă,

(66) вăл Одоаарринпа унăн тăванĕсене тата Фасирон ывăлĕсене хăйсен чатăрĕсенчех пĕтерсе тăкнă та хулана тапăнакансене вирлĕн пырса çапнă.

(67) Вара Симонпа унăн юлташĕсем те, хуларан тухса, хÿмене çĕмĕрекен сăпрайсене çунтарса янă,

(68) Вакхида хирĕç çапăçнă, ăна çапса аркатнă; çапла вĕсем ăна хуйха ÿкернĕ, мĕншĕн тесессĕн унăн ĕмĕчĕ, çар пухса вăрçа тухни пĕтĕмпе харама кайнă.

(69) Вăл хăйне çак çĕршыва килме канаш панă йĕркесĕр çынсене çав тĕрлĕ çилленсе çитнĕ, çавăнпа вĕсене нумайăшне вĕлерттернĕ, вара каялла хăй çĕрне таврăнма шухăш тытнă.

(70) Çакăн çинчен пĕлсессĕн, Ионафан ун патне — килĕшÿ тăвас тата вăл тыткăна илнисене каялла патăр тесе — аслă çынсене янă.

(71) Вакхид, çакăнпа килĕшсе, Ионафан каланă пек тунă, ăна хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕнче те текех нимĕнле усал тумасса тупа тунă,

(72) ĕлĕк хăй Иудея çĕрĕнче тыткăна илнисене ăна каялла панă, вара хăйĕн çĕрне таврăннă, ĕнтĕ вĕсен çĕрне урăх нихăçан та пыман.

(73) Вара Израильре хĕç лăпланнă, Ионафан Махмас хулине кайса вырăнаçнă; Ионафан халăх тÿри пулса тăнă, Израиль халăхĕ хушшинчи усал çынсене пĕтернĕ.

10

(1) Çĕр утмăлмĕш çулта Александр — Антиох Епифан ывăлĕ — вăрçăпа тухнă, Птолемаида хулине ярса илнĕ; хула халăхĕ ăна аван йышăннă, вăл вара унта патшана ларнă.

(2) Çавăн çинчен илтсессĕн, Димитрий патша, питĕ йышлă çар пухса, ăна хирĕç вăрçа тухнă.

(3) Çавна май вăл Ионафан патне килĕшÿ сĕнсе, ăна асла кăларма шухăш тытнă евĕр, çыру янă,

(4) вăл ĕнтĕ çапла каланă: «Ионафан пире хирĕç Александрпа сăмах татиччен унпа хамăр килĕшÿ туса ĕлкĕрер:

(5) унсăрăн вăл эпир ăна тата унăн тăванĕсемпе унăн халăхне хирĕç тунă пĕтĕм сăтăрла ĕçĕмĕре аса илтерĕ» тенĕ.

(6) Хăйпе пĕр канашлă пултăр тесе, Димитрий Ионафана çар пухма, кăрал хатĕрлеме ирĕк панă тата саклата илсе кереме хупнă çынсене ирĕке кăларса ăна пама хушнă.

(7) Ионафан Иерусалима пынă та çав çырăва пĕтĕм халăх тата керемри çынсем илтмелле сасăпа вуласа панă;

(8) патша ăна çар пухма ирĕк пани çинчен илтсессĕн, пурте хăраса-сехĕрленсе ÿкнĕ;

(9) керемре пурăнакансем саклата илнĕ çынсене ирĕке кăларса Ионафана панă, вăл вара вĕсене ашшĕамăшĕ патне килĕсене янă.

(10) Ионафан Иерусалимра пурăннă; çурт-йĕр тума, хулана çĕнетме тытăннă,

(11) ĕç ĕçлекенсене вăл Сион тăвĕ тавралла та хÿме тытма, çирĕп пултăр тесе ăна тăваткал чултан тума каланă — çапла тунă та.

(12) Çавăн чухне Вакхид тутарнă керемсенче пурăннă ют халăх çыннисем пурте пăрахса тарнă:

(13) кашнийĕ, унти вырăнне пăрахса хăварса, хăйĕн çĕрне кайнă.

(14) Саккунран, ÿкĕтсенчен хăпнă çынсем хăшĕ-хăшĕ Вефсурăра çеç тăрса юлнă, мĕншĕн тесессĕн ку вырăн вĕсемшĕн хÿтĕ кĕтес пулнă.

(15) Александр ĕнтĕ Димитрий çырăвĕ çинчен, вăл Ионафаншăн мĕн-мĕн тума пулни çинчен илтнĕ; ăна тата Ионафанпа унăн тăванĕсем вăрçнă вăрçăсем çинчен, вĕсен паттăрла ĕçĕсем çинчен, вĕсем тÿссе ирттернĕ йывăрлăхсем çинчен каласа кăтартнă.

(16) Вара Александр каланă: эпир ун пек ар тупайăпăр-и тата? Тус тăвар ăна, пирĕнпе пĕр канашлă тăтăр вăл, тенĕ.

(17) Вăл ĕнтĕ ун патне акă çапла каласа çыру çырса янă:

(18) «Александр патша хăйĕн Ионафан тăванне савăнăç сунать.

(19) Сан пирки эпир вăйĕпе çирĕп, пирĕн тус пулма тивĕçлĕ ар тенине илтрĕмĕр.

(20) Çапла ĕнтĕ эпир сана халĕ хăвăн халăхун аслă священникне лартатпăр; сана патша тусĕ теме тытăнĕç, эсĕ, пирĕн майлă пулса, пирĕнпе тус пулса пурăнăн» тенĕ. (Вăл ăна патшалла тумтир тата ылтăн пуçкăшăль ярса панă.)

(21) Вара çĕр утмăлмĕш çулăн çиччĕмĕш уйăхĕнче, хÿшĕ уявĕнче, Ионафан священник тумĕ тăхăннă; вăл çар пухнă, темĕн чухлĕ кăрал хатĕрленĕ.

(22) Димитрий çакăн çинчен илтнĕ те питех те кăмăлсăрланнă:

(23) мĕн туса хутăмăр-ха эпир? Александр хăйне пулăшмашкăн иудейсемпе туслă тăма пирĕнтен маларах килĕшсе ĕлкĕрчĕ!

(24) Ĕнтĕ эпĕ те вĕсем патне çырса ярам: ырлăх сунам, мухтам, сăмах парам, мана пулăшу кÿрсе тăмалла пултăр вĕсен, тенĕ.

(25) Вара вĕсем патне акă çапла каласа çыру çырса янă: «Димитрий патша Иудея халăхне савăнăç сунать.

(26) Эсир пирĕнпе татнă сăмаха улăштарманни çинчен, пирĕнпе туслă пурăнни, пирĕн тăшмансем майлă пулманни çинчен илтрĕмĕр эпир, савăнтăмăр.

(27) Малашне те пирĕн майлă пулса пурăнăр, пирĕн тĕлĕшрен çапла шанчăклă пулнăшăн эпир те сире ырăпа тавăрăпăр:

(28) сире нумай çăмăллăх парăпăр, парнесем те парăпăр.

(29) Паянтан пуçласах акă сире, пĕтĕм Иудея халăхне, хырçăран тата тăварпа сутă тунăшăн, пуçкăшăлыпĕн хуракан тÿлеврен хăтаратăп;

(30) Иудея çĕрĕнчен тата ун çумне Самарипе Галилейăран хушăннă çĕрсенчен виççĕшĕнчен те илсе тăнă пайăма — тырпулăн виççĕмĕш пайĕн укçине, йывăç çимĕçĕсен çуррин укçине — паянхи кунран тытăнса ĕмĕрлĕхе пăрахăçлатăп.

(31) Иерусалим сăваплă та ирĕклĕ хула пултăр, унăн çĕрĕ те, вуннăмĕш пайĕпе тупăшĕ те хăйнех пултăр.

(32) Иерусалим керемне те хăвăр аллăра паратăп, ăна хуралламашкăн аслă священника хăйĕн кăмăлĕпе çынсем суйласа илсе лартма ирĕк паратăп;

(33) Иудея çĕрĕнче тыткăна илнĕ кирек хăш иудее те хамăн пĕтĕм патшалăхăмра тÿлевсĕрех ирĕке яратăп: пурте вĕсем хăйсемшĕн те, выльăхĕ-чĕрлĕхĕшĕн те хырçă тÿлесрен ирĕклĕ пулччăр.

(34) Пур уяв та, шăматкун та, çĕнĕ уйăх кунĕ те, ятарлă кунсем те — уяв умĕн виçĕ кун, уяв хыççăн виçĕ кун — çав кунсем пурте манăн патшалăхăмра пурăнакан пур иудейшăн та çăмăллăхпа усă курмалли вăхăт, ирĕк вăхăт пултăр.

(35) Вĕсене нихăшне те никам та нимĕнле ĕçпе те хĕсĕрлеме, йывăрлăх кÿме пултараймĕ.

(36) Иудейсем вăтăр пин çын таранччен патша çарне çырăнччăр,— вĕсене патша çарĕнче тÿлекен шалупа танах тÿлĕç.

(37) Патшанăн пысăк керемĕсен пуçлăхĕсене те вĕсенченех лартĕç, патшалăх ĕçĕсене туса тăма кирлĕ шанчăклă çынсене те вĕсенченех суйласа илĕç, сăнавçисемпе пуçлăхĕсем те вĕсенченех пулĕç; Иудея çĕрĕнчи патша мĕнле хушнă, çавăн пек хăйсен саккунĕсемпе пурăнччăр.

(38) Самари çĕрĕнчен уйăрса Иудейăпа пĕрлештернĕ çĕрсем виççĕшĕ те Иудея халăхĕнех пулччăр, Иудея çĕрĕпе пĕр çĕр шутланччăр, аслă священниксăр пуçне урăх пуçлăх ан пултăр вĕсен.

(39) Птолемаида хулипе ун таврашĕнчи çĕре эпĕ Иерусалимри сăваплă Çурта парнелесе паратăп, çав çĕрпе вăл хăйĕн тăкакĕсене саплаштарма усă курса пурăнтăр;

(40) унсăр пуçне эпĕ унта хама тивĕçлĕ çĕрсенчен пухнă патша укçинчен çуллен вунпилĕк пин сикль кĕмĕл парса тăрăп.

(41) Укçа пухакансем унчченхи çулсенче памасăр хăварнине пурне те малашне Турă Çуртĕнче тумалли ĕçсем валли парса тăрĕç.

(42) Кунсăр пуçне çулсерен Турă Çурчĕ валли пухăнакан укçаран патша хысни валли пилĕк пин сикль кĕмĕл илсе тăрасси те пăрахăçа тухать, вăл укçа Турă Çуртĕнче ĕçлесе тăракан священниксем валли кайĕ.

(43) Патша хунă хырçăран тата ытти тÿлеврен хăраса Иерусалимри Турă Çуртне, ун таврашĕнчи çĕрсене тарса каякансем хăйсем те ирĕклĕ пулччăр, вĕсенĕн пурлăхне те никам та ан тĕкĕнтĕр.

(44) Турă Çуртне тумаюсама каякан тăкака патша хыснинчен саплаштарĕç.

(45) Иерусалим тавра хÿме çавăрма, ăна тĕреклĕлетме, çавăн пекех Иудея çĕрĕнчи ытти хуласен хÿмине тума та патша тупăшĕнченех укçа парĕç» тенĕ çырура.

(46) Çак сăмахсене итлесе пĕтерсессĕн, Ионафан та, халăх та Димитрий мĕн каланине ĕненмен, йышăнман ăна, вĕсем ĕнтĕ Димитрий израильсене мĕн тери хĕн-асап кăтартнине, мĕн тĕрлĕ хаяррăн хĕсĕрленине аса илнĕ,

(47) вара вĕсем Александр майлах пулас тенĕ: вĕсемпе малтан килĕшÿ тăваканни çавă пулнăçке-ха — ĕнтĕ вĕсем ăна яланах вăрçăра пулăшса пынă.

(48) Александр патша пысăк çар пухнă та Димитрие хирĕç вăрçă пуçланă.

(49) Икĕ патша çапла пĕр-пĕринпе çапăçăва кĕнĕ, Димитрий çарĕ каялла çаврăнса тарнă, Александр ăна хыçран хăваласа кайнă, ĕнтĕ çĕнтернĕ ăна,

(50) хĕрÿллĕ çапăçу мĕн хĕвел анса ларичченех пынă, Димитрий хăй те çав кун вилнĕ.

(51) Çавăн хыççăн Александр вара Египет патши Птоломей патне çапла калама элчĕсем янă:

(52) «эпĕ хамăн патшалăхăм çĕрне таврăнтăм, аттемсенĕн аслă пуканĕ çине ларса патшалăхăма хамăн аллăма илтĕм, Димитрий çарне çĕмĕрсе тăкса, хамăр çĕршыва тытса тăраканĕ пултăм.

(53) Эпĕ Димитрийпе вăрçă пуçларăм та, эпир ăна хăйне те пĕтертĕмĕр, унăн çарне те çапса салатрăмăр, вара эпир ун патшалăхĕн аслă пуканĕ çине лартăмăр.

(54) Ĕнтĕ иксĕмĕр хамăр хушăра туслă пурăнма килĕшÿ тăвар та, эсĕ мана хăвăн хĕрне качча пар, эпĕ санăн кĕрĕвÿ пулăп, сана хăвна та, хĕрне те хăвна тивĕçлĕ парнесем парăп» тесе калама хушнă.

(55) Птоломей патша акă çапла хуравланă: «эсĕ, хăвăн аçусен çĕрне таврăнса, вĕсен патшалăхĕн аслă пуканĕ çине ларнă кун — телейлĕ кун.

(56) Эпĕ ĕнтĕ саншăн ху мĕн ыйтса çырнине тивĕçтерĕп, анчах эсĕ ман патăма Птолемаида хулине тух, пирĕн пĕрпĕринпе курнăçмалла пултăр, вара, эсĕ каланă пек, эпĕ санпа хурăнташланăп» тенĕ.

(57) Вара Птоломей хăй тата унăн хĕрĕ Клеопатра Египетран тапранса тухнă та çĕр утмăл иккĕмĕш çулта Птолемаидăна пырса çитнĕ.

(58) Александр патша кĕтсе илнĕ ăна, лешĕ çавна хăйĕн хĕрне Клеопатрăна качча панă, унăн туйне Птолемаидăра патшасене килĕшÿллĕн, темĕн пек вăйлă та чаплă туса ирттернĕ.

(59) Александр патша çавăн пекех Ионафан патне те çырса янă пулнă: вăл ăна хăйне хирĕç тухса кĕтсе илме чĕннĕ.

(60) Ионафан, Птолемаида хулине чаплăн тухса пырса, икĕ патша умне тăнă, вĕсене хăйсене те, вĕсен çывăх çыннисене те ылтăн-кĕмĕл, темĕн чухлĕ парне парса савăнтарнă, çапла вăл пурин кăмăлне те çавăрнă.

(61) Çавăн чухне Ионафана хирĕç Израиль хушшинчен усал кăмăллă, саккуна пăрахнă çынсем пухăнса пынă, вĕсем ун çинчен элеклесе парасшăн пулнă; анчах патша вĕсене итлемен.

(62) Вара вăл, Ионафан тумтирне хывса, ăна хĕрхĕлтĕм тум тăхăнтартма хушнă, çапла тунă та.

(63) Унтан патша ăна хăйпе юнашар лартнă та хăйĕн улпучĕсене каланă: унпа пĕрле хула варрине тухăр та пĕтĕм халăх илтмелле пĕлтерĕр: ун çинчен никам та нимĕнле ĕçре те элек сарса çÿреме ан хăйтăр, ăна никам та нимĕнле ĕçпе те ан кансĕрлетĕр, тенĕ.

(64) Элекçĕсем вара, ăна çапла тум тăхăнтартса хисепленине курсассăн, пурте тарса пĕтнĕ.

(65) Çапла мухтава кăларнă ăна патша, ăна яланлăха хăйĕн чи çывăх тусĕсен шутне кĕртнĕ, çарпуçне лартнă, патшалăхăн пĕр пай çĕрне пăхса тăма хушнă.

(66) Ионафан Иерусалима тăнăçлă та савăнăçлă кăмăлпа таврăннă.

(67) Анчах çĕр утмăл пиллĕкмĕш çулта Димитрий, Димитрий ывăлĕ, Критран хăйĕн ашшĕсен çĕрне килнĕ.

(68) Çавна илтсессĕн, Александр патша питĕ кăмăлсăрланса Антиохи хулине таврăннă.

(69) Димитрий ĕнтĕ Келе-Сири çĕрне пăхса тăракан Аполлоний пуçлăха çарпуçне лартнă, ку вара, пысăк çар пухса, Иамния хули патне тапăра пырса вырăнаçнă, унтан аслă священник Ионафан патне çапла калама çын янă:

(70) «пĕр эсĕ анчах пирĕн умра аслăланса тăратăн, сана пула манăн çын кулли пулмалла, намăс курмалла пулчĕ. Тусем хушшинче эсĕ мĕншĕн пире хирĕс тăратăн?

(71) Эсĕ, хăвăн çар вăйне шаната:-: пулсассăн, пирĕн патăмăра тÿремлĕхе ан. вăйсене танлаштарса пăхăпăр — эпĕ хуласен çарĕпе килнĕ.

(72) Эпĕ кам иккенне. ыттисем, пире пулăшакансем, кам иккенне ыйтса пĕл-ха эсĕ, вара калĕç сана: сирĕн пире хирĕç тăма майĕ çук, санăн аçусемех те хăйсен çĕрĕнчех пирĕнтен икĕ хутчен пăрахса тарнăччĕ.

(73) Халĕ те эсĕ çакăнта тÿрем çĕрте çакăн пек утлă çарпа пирĕн вăйлă çуран çара хирĕç тăраймăн, кунта сирĕн валли тарса пытанма чул та, ту хушăкĕ те çук» тесе калама хушнă.

(74) Аполлоний сăмахне итлесе пĕтерсессĕн, Ионафан, вăй-халĕпе çĕкленсе кайса, вунă пин çын суйласа илнĕ те Иерусалимран тапранса тухнă, çул çинче ăна пулăшма хăйĕн Симон пиччĕшĕ хутшăннă.

(75) Иоппи хули патне çитсе тапăра тăнă; вĕсене хулана кĕртмен, мĕншĕн тесессĕн унта Аполлоний хуралĕ тăнă, вĕсем вара хулана хирĕç çапăçма пуçланă.

(76) Ĕнтĕ хăраса ÿкнĕ çынсем ăна хула алăкне уçса панă, Ионафан вара Иоппи хулине хăйĕн аллине илнĕ.

(77) Çавăн çинчен илтсессĕн, Аполлоний виçĕ пин юланут тата пысăк кăна çуран çар илнĕ те, Азот хулине кайнă пек туса, тÿремлĕхе тухнă: унăн утлă çарĕ йышлă пулнă, çавна шаннă та вăл.

(78) Ионафан ăна Азота çитичченех хăваласа пынă, çарсем хушшинче çапăçу пуçланнă.

(79) Çавăн умĕн Аполлоний пĕр пин юланутçине Израиль çыннисем хыçне улах вырăна тăратса хăварнă;

(80) анчах Ионафан хăй хыçĕнче пытанса тăнă çар пуррине сиссе илнĕ. Юланутçăсем ĕнтĕ, Ионафан çарне хупăрласа илсе, ирхи куна каçчен ухăпа персе тăнă,

(81) халăхĕ Ионафан хушнă пек çирĕп тăнă, юлашкинчен юланутçăсем ывăнса çитнĕ.

(82) Çавăн чухне Симон вĕсем çине хăйĕн çарне кĕртсе янă та, лешĕсем, ывăннăскерсем, тÿсеймен, çапса салатнăскерсем, пăрахса тарнă.

(83) Вĕсем тÿремлĕх тăрăх сапаланса Азот хулине тарнă, унта, çăлăнас тесе, хăйсен туррин çуртне, Дагон çуртне, кĕрсе пытаннă.

(84) Ионафан ĕнтĕ Азотпа ун таврашĕнчи хуласене вут тивертсе янă та вĕсен пурлăхне пуçтарса илнĕ, Дагон çуртне вара унта тарса кĕнисемпе пĕрлех çунтарса янă.

(85) Çунтарса янисемпе пĕрле çапăçура сакăр пин çын таран пĕтнĕ.

(86) Унтан кайсассăн, Ионафан Аскалон хули тĕлĕнче тапăрăн вырăнаçса ларнă; анчах хула çыннисем ăна питĕ чыслăн кĕтсе илнĕ.

(87) Ионафан вара, пысăк тупăш пуçтарса илсе, хăйĕн пĕтĕм çарĕпе Иерусалима таврăннă.

(88) Çав ĕçсем çинчен илтсессĕн, Александр патша Ионафана тата ытларах чысланă,

(89) вăл ăна ылтăн тăха — патша хурăнташĕсене çеç паракан япала — ярса панă тата Аккарон хулипе унăн пĕтĕм çĕрне еткерлĕхе парнеленĕ.

11

(1) Çав хушăра Египет патши тинĕс хĕрринчи хăйăр пĕрчи пек йышлă çар пухнă, темĕн чухлĕ карап хатĕрленĕ, вăл ĕнтĕ, чееленсе, Александр патшалăхне хăй патшалăхĕ çумне хушма ĕмĕтленнĕ.

(2) Çапла вăл Сири çĕрне çитнĕ те, ырă шухăшпа килнĕ пек, пур çĕрте те халăхпа йăвашшăн калаçнă, çынсем ăна хирĕç туха-туха илсе хулисене уçса кĕртнĕ: Александр ăна çапла хисеплесе йышăнма хушнă, мĕншĕн тесессĕн лешĕ унăн хунĕ пулнă.

(3) Хăй кĕнĕ кашни хуларах Птоломей хурала çар хăварса пынă.

(4) Азот хули патне çывăхарса çитсен, ăна çунтарса янă Дагон çуртне, аркатса хăварнă Азотпа таврари ытти хуласене кăтартнă, вăрçăра пĕтнĕ тата çунса кайнă çынсен виллисене вăл пырас çул çине купала-купала хунă,

(5) Ионафан мĕн туса хăварни çинчен патшана пĕтĕмпех каласа кăтартнă, ăна хурласа калаçнă; анчах патша нимĕн те шарламан.

(6) Ионафан çавăн чухне патшана Иоппи хулине тухса чыслăн кĕтсе илнĕ; вĕсем пĕр-пĕрне ыррăн саламланă, çав хуларах çĕр каçнă.

(7) Ионафан ĕнтĕ патшана Елевфера ятлă юханшыв хĕррине çитиччен ăсатса янă, унтан Иерусалима таврăннă.

(8) Птоломей патша вара тинĕс çыранĕнчи хуласене тинĕс хĕрринчи Селевки таранччен туртса илнĕ, Александра хирĕç усал шухăш тытнă.

(9) Вăл Димитрий патша патне акă çапла калама элчĕсем янă: «кил кунта, пĕр-пĕринпе килĕшсе пурăнма сăмах татăпăр, эпĕ сана Александр патĕнчи хĕрĕме качча парăп, вара эсĕ аçу патшалăхĕнче патша пулса тăрăн.

(10) Эпĕ хĕрĕме Александра панăшăн ÿкĕнетĕп: вăл мана вĕлересшĕн пулчĕ» тесе калама хушнă.

(11) Çапла элекленĕ вăл Александр çинчен, мĕншĕн тесессĕн ун патшалăхне хăй илесшĕн пулнă.

(12) Вара хĕрне, унран туртса илсе, Димитрие качча панă, Александршăн ют çын пулса тăнă, çапла вĕсен тăшманлăхĕ палăрнă.

(13) Птоломей ĕнтĕ Антиохие пырса кĕнĕ те икĕ патшалăхăн — Азипе Египетăн — патши пулса тăнă.

(14) Александр патша çав вăхăтра Киликире çÿренĕ, мĕншĕн тесессĕн çав çĕрте пурăнакансем унран уйăрăлнă пулнă.

(15) Птоломей мĕн туса хуни çинчен илтсессĕн, Александр ăна хирĕç вăрçăпа кайнă; вара Птоломей та çарпа тухнă та ăна, çирĕп вăйпа кĕтсе илсе, каялла хăваласа янă.

(16) Александр, çавăнта пытанас тесе, Арави çĕрне тарнă; Птоломей патша çĕкленсе кайнă вара.

(17) Завдиил, Арави çынни, Александр пуçне касса татса ăна Птоломее ярса панă.

(18) Çавăн хыççăн Птоломей патша хăй те виçĕ кунранах вилнĕ, унăн керемĕсенче юлнă çыннисене вара çав керемсенче пурăнакансемех пĕтерсе тăкнă.

(19) Çĕр утмăл çиччĕмĕш çулта Димитрий çапла патша пулса тăнă.

(20) Çав вăхăтра Ионафан, Иерусалим керемне туртса илес тесе, иудейсене пухнă, керем умне хÿмене çĕмĕрекен темĕн чухлĕ сăпрай туса лартнă.

(21) Анчах хăйсен халăхне курайман хăш-пĕр çынсем, саккуна пăрахнăскерсем, патша патне кайнă та Ионафан кереме çавăрса илни çинчен каласа кăтартнă.

(22) Çавăн çинчен илтсессĕн, Димитрий питĕ çилленнĕ, хăвăрт пуçтарăнса Птолемаида хулине тухса кайнă, унтан Ионафан патне çырса янă: кереме ан тив, манпа курнăçма мĕн май килнĕ таран хăвăртрах Птолемаидăна тухса кил, кунта калаçăпăр, тенĕ.

(23) Ионафан çакна итлесе пĕтерсессĕн, кереме çаплах хупăрласа тăма хушса, хăй Израилĕн аслă çыннисемпе священниксене суйласа илнĕ те, хăрушă пулсан та, кайма шухăш тытнă.

(24) Ылтăн-кĕмĕл, тумтир тата ытти нумай парне илсе, вăл патша патне Птолемаидăна тухса кайнă, унта патша кăмăлне килнĕ.

(25) Израиль халăхĕн çыннисемех хăшĕ-хăшĕ, Турăран уйăрăлса кайнăскерсем, ун çинчен элекленĕ пулин те,

(26) патша уншăн хăй умĕнхи патшасем мĕн тунинех тунă: ăна хăйĕн пур тусĕнчен те асла хунă,

(27) ăна, унчченхи пекех, аслă священниках пулса пурăнма хушнă, малтанхи хисеп паллисене те унрах хăварнă, ăна хăйĕн чи çывăх тусĕсен шутне кĕртнĕ.

(28) Ионафан патшаран Иудейăпа Самари çĕрне тата виçĕ çĕре хырçăран хăтарма ыйтнă, ăна виççĕр талант укçа пама пулнă.

(29) Патша килĕшнĕ, Ионафан патне çакăн çинчен çапла каласа çыру çырса янă:

(30) «Димитрий патша хăйĕн Ионафан тăванне тата Иудея халăхне савăнăç сунать.

(31) Сире пĕлтермешкĕн ку çырăва эпир хăвăр çинчен хамăр хурăнташăмăр Ласфен патне çырнă çыруран çырса илсе яратпăр.

(32) Димитрий патша Ласфен аттене савăнăç сунать.

(33) Хамăр тусăмăрсене, Иудея халăхне, пирĕн умăрта хăйсен тивĕçне тĕрĕс туса тăраканскерсене, пирĕнпе ырă кăмăллă пурăннăшăн эпир ырă тума шухăшларăмăр.

(34) Çапла ĕнтĕ эпир Иудея халăхĕн çĕрĕ халĕ мĕн чухлĕ, çавăн чухлех пултăр тетпĕр, Самарирен уйăрса Иудея çумне хушнă виçĕ çĕр те — Аферема, Лидда, Рамафем — вĕсенех пултăр; вĕсенĕн Иерусалимри священникĕсен мĕн пурри пĕтĕмпех хăйсенех пултăр, вĕсемшĕн, ĕлĕкхи пек, çулсерен патшана тÿлесе тăмалла ан пултăр, тырă-пулăран та, йывăç çимĕçĕнчен те,

(35) урăх япаларан та вуннăмĕш пайне илесси, ытти йышши хырçă пухасси, тăвар кÿллисемшĕн, хаклă парнесемшĕн тÿлев илесси ан пултăр, халиччен эпир илсе тăни пĕтĕмпе хăйсенех пултăр.

(36) Çак йĕркене паянтан пуçласа ĕмĕрне те улăштармĕç.

(37) Çапла ĕнтĕ ку çырăва çырса илĕр те Ионафана парăр, вăл ăна хăйсен таса тăвĕ çинче паллă çĕрте усратăр» тенĕ.

(38) Димитрий ĕнтĕ хăйне пĕтĕм çĕр пуç тайнине, хăйне нимĕн те хирĕç тăманнине курнă та хăйĕн мĕнпур çарне килĕсене янă, ют халăхсен утравĕсем çинчен тара тытса килнĕ ют çĕршыв çарне анчах хăварнă, çавăншăн ăна хăйĕн ашшĕсен çарĕсем пурте курайми пулнă.

(39) Трифон ятлă пĕр çын, ĕлĕк Александр патша майлă тăнăскер, Димитрие хăйĕн çарĕ ÿпкеленине курса, Александрăн кĕçĕн çулхи ывăлне Антиоха пăхса ÿстерекен Арави çынни Емалкуй патне кайнă та

(40) Антиоха Димитрий вырăнне патшана лартасшăн çине тăрсах ăна хăйне парса яма ыйтнă; Емалкуя вăл Димитрий мĕн туса хунине пĕтĕмпех каласа кăтартнă, ăна çарĕ те кăмăлламанни çинчен каланă, унта вăл нумай кун хушши пурăннă.

(41) Ионафан çавăн чухне Димитрий патша патне çынсем янă: унран Иерусалим керемĕпе ытти тĕреклĕлетнĕ вырăнта хăварнă çыннисене илсе тухма ыйтнă, мĕншĕн тесессĕн лешĕсем Израиле тапăнсах тăнă.

(42) Димитрий Ионафана акă мĕн калама хушса янă: майлă вăхăт çитсессĕнех, эпĕ саншăн, санăн халăхушăн çакна çеç мар тăвăп, сана хăвна та, санăн халăхна та çав тери пысăк чыс кăтартăп.

(43) Халĕ вара эсĕ, вăрçăра пулăшма мана çынсем ярса парсассăн, питĕ тĕрĕс тунă пулăттăн, мĕншĕн тесессĕн хамăн çар манран сивĕнчĕ, тенĕ.

(44) Ионафан ун патне Антиохие, хăюллисене суйласа илсе, виçĕ пин çын янă; çавсем çитсессĕн, патша вĕсем пынăшăн питĕ савăннă.

(45) Хула халăхĕ вара çĕр çирĕм пин çынна яхăн хула варрине пухăннă та патшана вĕлерме канашланă.

(46) Патша кермене тарса кĕнĕ, хула çыннисем пур урама та йышăнса кермене хупăрласа иле пуçланă.

(47) Вара патша иудейсене хăйне пулăшма чĕннĕ, лешĕсем пурте çийĕнчех ун патне пухăннă, хула çыннисем ĕнтĕ чăл-пар саланнă, вĕсене çав кун çĕр пине яхăн вĕлерсе тухнă;

(48) хулине вут тĕртсе çунтарса янă, çав кун темĕн чухлĕ тупăш пуçтарса илнĕ, патшана çăлса хăварнă.

(49) Иудейсем, кăмăлĕ туртнă пек, хулана хăйсен аллине илнине курсассăн, хула çыннисем, хавшаса ÿксе, патшана йăлăна пуçланă:

(50) «каçарсам пире, иудейсем пире те, хулана та тапăнма чарăнччăр» тенĕ.

(51) Вара кăралĕсене пăрахнă та килĕшÿ тунă. Иудейсем çапла патша умĕнче, ун патшалăхĕнчи пĕтĕм çын умĕнче чапа тухнă, Иерусалима темĕн чухлĕ тупăш илсе таврăннă.

(52) Димитрий вара хăй патшалăхĕнче каллех патшана çирĕпленсе ларнă та, ун умĕнче çĕр канăçнă.

(53) Анчах вăл Ионафана мĕн тума сăмах панине пĕрне те пурăнăçа килтермен, пĕтĕмпех суйнă, хăйне ырă тунăшăн ырăпа тавăрмасăр унран пăрăннă, çапла вăл Ионафана питĕ кÿрентернĕ.

(54) Çавăн хыççăн Трифон Арави çĕрĕнчен Антиоха илсе таврăннă; Антиох питĕ çамрăк пулнă-ха; вăл ĕнтĕ патшана ларнă, пуçкăшăль тăхăннă.

(55) Ун патне Димитрий салатса янă çарсем пухăннă та Димитрие хирĕç вăрçă пуçланă, лешĕ тарма пикеннĕ, вара ăна çĕмĕрсе тăкнă.

(56) Трифон сăлансемпе кайса Антиохи хулине ярса илнĕ.

(57) Çамрăк Антиох ĕнтĕ Ионафан патне акă çапла çырса янă: «эпĕ сана аслă священника лартатăп, тăватă çĕр пуçлăхĕ тăватăп, эсĕ патша тусĕсен шутĕнче пулăн» тенĕ.

(58) Ăна ылтăн савăтсемпе ылтăн кил-тĕрĕш ярса панă, ылтăн савăтран ĕçме, хĕрхĕлтĕм тум тăхăнма тата ылтăн тăха çакса çÿреме ирĕк панă,

(59) унăн Симон пиччĕшне Тир хулипе Египет чикки хушшинчи çĕрĕн çарпуçĕ туса хунă.

(60) Кĕçех Ионафан вăрçа тухнă, [Иордан] шывĕн леш енĕпе хуласем витĕр пынă, ăна пулăшма ун патне Сири çарĕ пухăннă; вăл Аскалон хули патне çитнĕ, хула çыннисем ăна чыслăн кĕтсе илнĕ.

(61) Унтан вăл Газа хулине кайнă; анчах Газа çыннисем унран хупăнса ларнă, вăл вара, хулана çавăрса илсе, хула таврашне пĕтĕмпе çаратса тухса çунтарса янă.

(62) Газа çыннисем Ионафанран йăлăнса ыйтнă та, вăл вĕсемпе килĕшнĕ, анчах вĕсенĕн пуçлăхĕсен ывăлĕсене саклата илсе Иерусалима янă, хăй вара çав çĕр урлă Дамаск хулине çитичченех кайнă.

(63) Ионафан çавăн чухне Галилейăри Кадис хулине Димитрий çарпуçĕсем йышлă çарпа çитни çинчен илтнĕ: вĕсем ăна çĕршывран хăваласа ярасшăн иккен.

(64) Вара вăл, çĕршывĕнче хăйĕн Симон пиччĕшне хăварса, вĕсене хирĕç тухнă.

(65) Симон хăйĕн тапăрне Вефсура хули патне вырăнаçтарнă, хулана нумай кун хушши хупăрласа тăнă, хулине питĕрсе лартнă.

(66) Хула çыннисем унран килĕшÿ тума ыйтнă, вăл çакна йышăннă, анчах хăйсене хăваласа кăларнă та хулине хăйĕн аллине илнĕ, унта хурал тăратнă.

(67) Ионафан вара хăйĕн çарĕпе Геннисарет кÿлли хĕрринче чарăнса тăнă та ирхине Насор тÿремлĕхне тухнă.

(68) Унта ăна ют халăхсен çарĕ хирĕç пулнă; вĕсем Ионафан çарĕ хыçне тусем хушшине сисмен хушăран тухса тапăнма çар тăратса хăварнă, хăйсем тепĕр енчен хирĕç пынă.

(69) Акă ĕнтĕ пытанса тăнисем хăйсен вырăнĕнчен сиксе тухнă та çапăçу пуçланă; Ионафан çарĕ тÿсеймесĕр пăрахса тарнă,

(70) икĕ çарпуçĕ Авессалом ывăлĕ Маттафийăпа Халфий ывăлĕ Иудăсăр пуçне урăх никам та юлман.

(71) Ионафан ĕнтĕ çийĕнчи тумтирне туртса çурнă та, пуçĕ çине тусан сапса, Турра кĕлтунă.

(72) Унтан вĕсемпе çапăçма каялла таврăннă, вĕсене çапса салатнă, лешĕсем тарнă.

(73) Çавна курсассăн, ăна пăрахса тарнисем каялла таврăннă, унпа пĕрле тăшмансене Кадис патне, вĕсенĕн тапăрĕ патне, çитичченех хăваласа кайнă, унта чарăннă.

(74) Çав кунхине ют халăх çыннисем виçĕ пине яхăн пĕтнĕ; Ионафан Иерусалима таврăннă.

12

(1) Вăхăт ĕçе меллĕ килсе пынине кура, Ионафан çынсем суйласа илнĕ те вĕсене Рим хулине Рим халăхĕпе тунă туслăха çĕнĕрен чĕртсе яма янă,

(2) Спарта çыннисем патне те, ытти вырăна та çавăн çинченех çырса янă.

(3) Ионафан çыннисем Рима çитнĕ те канаш тăвакансем патне кĕрсе çапла каланă: «аслă священник Ионафанпа Иудея халăхĕ пире сирĕн патăра ĕлĕкхи пек туслашса пĕр канашлă пулса тăма ячĕç» тенĕ.

(4) Унта вĕсене, хăйсен çĕрне Иудейăна ыррăн-сыввăн ăсатса яччăр тесе, вырăнти пуçлăхсем валли çыру парса янă.

(5) Ионафан Спарта çыннисем патне çырса янă çыру çакă:

(6) «аслă священник Ионафан, Иудея халăхĕн аслă çыннисем, священникĕсем, пĕтĕм Иудея халăхĕ хăйсен Спартăри тăванĕсене савăнăç сунаççĕ.

(7) Ĕлĕкех-ха Дарий [Арей], сирĕн патшăр пулнăскер, аслă священник Ония патне çырусем янă пулнă, çав çырусенче эсир пирĕн тăвансем иккенни çинчен каланă.

(8) Çавăн чухне Ония сирĕн халăхăр янă çынна чыс туса йышăннă, пирĕн хушшăмăрти туслăхпа татулăх çинчен уçăмлăн каланă çырусене илнĕ.

(9) Пирĕн хамăр чунăмăра пусарма алăра сăваплă кĕнекесем пуррипе пире çав çыру кирлех те мар пулин те,

(10) сирĕнтен сивĕнсе пурăнас мар тесе, тăванлăхпа туслăха çĕнĕрен чĕртсе ямашкăн сирĕн патăра çак çырăва ярас терĕмĕр, мĕншĕн тесессĕн эсир пирĕн патăмăра çырса янăранпа нумай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ.

(11) Эпир хамăр йăлапа сире уявсерен те, çавăн пекех уявлама хунă ытти кунсерен те парне кÿнĕ чухне, кĕлтунă чухне, нихăçан та сиктерсе хăвармасăр, тăвансене асăннă пек асăнатпăр.

(12) Эпир сирĕн мухтавăра курса тăрса савăнатпăр;

(13) пирĕн вара инкекĕ нумай, тăтăшах вăрçă вăрçма тивет: таврари патшасем пире хирĕç вăрçрĕç.

(14) Анчах эпир сире те, хамăрпа пĕр килĕшÿри ытти туссене те çав вăрçăсене явăçтарса чăрмантарас темерĕмĕр,

(15) мĕншĕн тесессĕн пирĕн çÿлти пулăшу пур, пире Турă Хăй пулăшать; çапла эпир хамăр тăшмансенчен хăтăлтăмăр, пирĕн тăшмансене лăплантарнă ĕнтĕ.

(16) Халĕ эпир, Антиох ывăлне Нуминие тата Иасон ывăлне Антипатра суйласа илсе, Рим çыннисем патне ĕлĕкхи туслăхпа пĕрлĕхе çĕнетме ятăмăр.

(17) Вĕсене сирĕн патăра та çитме хушрăмăр, сире ырă сунса саламлама, сире хамăр çырăва — туслăхăмăра çĕнетесчĕ тесе çырнă çырăва — пама хушрăмăр.

(18) Çавна вуласа пире хуравласассăн, эсир аван тунă пулăттăр» тенĕ çав çырура.

(19) Ĕлĕк Дарий [Арей] янă çырура çапла çырнă:

(20) «Спарта патши аслă священника Онияна савăнăç сунать.

(21) Спарта çыннисемпе иудейсем çинчен çырнă кĕнекесенче вĕсем Авраам йăхĕнчен тухнă тăвансем тесе çырнине тупнă.

(22) Халĕ ĕнтĕ, хамăр çакна пĕлнĕ хыççăн, эсир пирĕн патăмăра хăвăр мĕнле пурăнни çинчен çырса ярсассăн аван тунă пулăттăр.

(23) Хамăр енчен эпир сире çакна пĕлтеретпĕр: сирĕн выльăх-чĕрлĕхĕрпе сирĕн пурлăхăр — пирĕн; пирĕн мĕн пурри вара — сирĕн. Эпир сире çавăн çинчен пĕлтерме хушрăмăр» тенĕ.

(24) Ионафан çавăн чухне Димитрий çарпуçĕсем унчченхинчен нумайрах çар пухса хăйпе вăрçма таврăннă тенине илтнĕ те,

(25) Иерусалимран тухса, вĕсене Амафит çĕршывĕнче кĕтсе илнĕ, çапла вĕсене хăйĕн çĕрне кĕме май паман.

(26) Вăл вĕсен тапăрне вăрттăн пăхса килме çынсем янă; каялла таврăнсан, лешĕсем ăна тăшман çав каçах çĕрле тапăнма хатĕрленни çинчен каласа кăтартнă.

(27) Çавăнпа хĕвел ансанах Ионафан хăйĕн çыннисене çапăçăва хатĕрленсе, кăралпа авăрланса çĕрĕпех сыхă тăма хушнă, тапăр йĕри-тавра хуралçă тăратса тухнă.

(28) Тăшмансем Ионафан хăйĕн çарĕпе çапăçăва хатĕрленсе тăнине илтнĕ те хăраса ÿкнĕ, вĕсен сехри хăпсах тухнă, вара хăйсен тапăрне кăвайт чĕртсе хăварнă та пăрахса кайнă.

(29) Ионафанпа унăн çыннисем, çунакан кăвайт çутине курса тăнăран, çакăн çинчен ирччен те пĕлмен.

(30) Ионафан ĕнтĕ вĕсем хыçĕнчен хăваласа кайнă, анчах хуса çитеймен: лешĕсем Елевфера шывĕ урлă каçса кайма ĕлкĕрнĕ.

(31) Çакăн хыççăн Ионафан заведейсем теекен арабсем çине кайнă, вĕсене çĕмĕрсе тăкса пурлăхĕсене туртса илнĕ.

(32) Унтан таврăнсан, Дамаск хулине çитичченех кайса таврари пĕтĕм çĕр витĕр тухнă.

(33) Симон та тапранса тухнă та Аскалон хулипе ун таврашĕнчи керемсем патнех çитнĕ, унтан Иоппи çине кайса ăна хăй аллине илнĕ,

(34) мĕншĕн тесессĕн вăл [Иоппи çыннисем] кереме Димитрий çарне парасшăн тенине илтнĕ пулнă — ĕнтĕ хулана сыхлама унта хурал тăратса хăварнă.

(35) Вăрçăран таврăнсан, Ионафан халăх пуçлăхĕсене пухнă та, Иудея çĕрĕнче керемсем тăвас тесе, вĕсемпе канаш тытнă,

(36) вăл Иерусалим хÿмине хăпартасшăн пулнă, керемпе хула хушшине çÿллĕ хÿме хÿсе кереме хуларан уйăрасшăн пулнă, çапла вăл Иерусалимран уйрăммăн лартăр, унта нимĕнле суту-илÿ те ан пултăр тенĕ.

(37) Хулана тÿрлетме тытăнса хĕвелтухăç енчи юхăм шыв хĕрринчи хÿме патне çитсессĕн, Хафенафăна юсаса лартнă.

(38) Симон вара Сефила айлăмĕнчи Адида хулине тĕреклĕлетнĕ, хапхисене сăлăп ярса питĕрмелле тунă.

(39) Çав хушăра Трифон Ази патши пулма, патша пуçкăшăльне тăхăнма, Антиох патшана вĕлерме шут тытнă,

(40) анчах вăл Ионафан вăрçăпа хирĕç тăрса хăйне чăрмантарасран шикленнĕ; çавăнпа ăна мĕнле те пулсан ярса илсе вĕлерме май шыранă, çапла вара çар пухнă та Вефсан хулине кайнă.

(41) Ионафан ăна хирĕç суйласа илнĕ маттур та вăрçă вăрçма хастар хĕрĕх пин çынпа тухнă, Вефсана пынă.

(42) Ионафан пысăк йышлă çарпа пынине курсассăн, Трифон ăна хирĕç тăма хăранă.

(43) Вăл ăна чыслăн йышăннă, унпа мĕнпур тусне паллаштарнă, ăна парнесем панă, хăйĕн çарне ăна хăйне итленĕ пекех итлесе тăма хушнă.

(44) Унтан Ионафана çапла каланă: пирĕн хушшăмăрта вăрçă пулас çук, апла эсĕ çак халăха мĕншĕн тертлентеретĕн?

(45) Хăвна валли кăштах çар хăвар та ытти халăха килне яр, эпир иксĕмĕр вара Птолемаидăна кайăпăр, вăл хулана эпĕ санăн аллуна парăп, ытти керемпе ытти çара та, хырçă пуçтаракансен пуçлăхĕсене те сана парăп, хам эпĕ кунтах таврăнăп; килессе те эпĕ кунта юри çавăнпа килнĕччĕ, тенĕ.

(46) Ионафан ăна ĕненсе вăл каланă пек тунă: çарĕсене каялла янă, вĕсем вара Иудея çĕрне таврăннă,

(47) хăй патне виçĕ пин çын хăварнă, вĕсенчен икĕ пинĕшне Галилейăна хăварса, хăйпе пĕрле пĕр пинне анчах илсе кайнă.

(48) Птолемаидăна çитсе кĕнĕ-кĕменех, хула çыннисем хапхана питĕрнĕ те Ионафана хăйне ярса илнĕ, унпа пĕрле кĕнисене хĕçпе вĕлерсе тухнă.

(49) Вара Трифон, Ионафанпа пĕрле пулнисене пурне те пĕтерсе тăкас тесе, Галилейăпа аслă тÿремлĕхе çуран çарпа утлă çар янă.

(50) Анчах лешĕсем, Ионафанпа унăн юлташĕсене ярса тытса вĕлернĕ тенине илтсессĕн, пĕр-пĕрне хавхалантарса, çапăçма хатĕрленсе тачă ĕретпе тухнă.

(51) Тăшмансем вара, вĕсем хăйсен пурăнăçне хĕрхенмесĕр çапăçма хатĕррине курса, каялла кайнă.

(52) Кусем ĕнтĕ Иудея çĕрне ăнăçлах таврăннă, Ионафанпа унăн юлташĕсемшĕн хÿхленĕ, çав хушăрах тăшмансем килсе тапăнасран хăраса тăнă, пĕтĕм Израиль хурланса йĕнĕ.

(53) Таврари халăхсем çавăн чухне вĕсене тĕппипе пĕтерсе пăрахма май шыранă, вĕсем: «ĕнтĕ Израилĕн пуçлăх çук, тăрăшаканĕ çук, вĕсене хирĕç вăрçăпа каяр та çынсем хушшинче вĕсенĕн ячĕ те юлмалла мар пĕтерсе тăкар» тенĕ.

13

(1) Симон çавăн чухне Трифон Иудея çĕрне кайса тустарса тухмашкăн пысăк çар пухни çинчен илтнĕ,

(2) вара, халăх хăраса-сехĕрленсе тăнине курса, вăл Иерусалима хăпарнă та халăха пуçтарнă.

(3) Вĕсене хавхалантарса çапла каланă: хамăр саккуншăн, сăваплă Çуртăмăршăн эпĕ те, манăн тăванăмсем те, манăн атте килĕ те мĕн чухлĕ тăрăшнине эсир хăвăрах пĕлетĕр, эпир мĕнле вăрçăсемпе мĕнлерех йывăрлăхсем тÿссе ирттернине те пĕлетĕр.

(4) Ĕнтĕ манăн пур тăванăм та Израильшĕн пуç хучĕ, эпĕ пĕчченех тăрса юлтăм.

(5) Халĕ ĕнтĕ, пусмăр вăхăтĕнче, манăн хамăн пурăнăçăма хĕрхенсе тăни ан пултăр — эпĕ тăванăмсенчен уйрăлсах тăмастăп.

(6) Хамăн халăхăмпа сăваплă Çуртăмăршăн, хамăр арăмăрсемпе ачамăрсемшĕн тавăрăп эпĕ: ĕнтĕ курайманнипе таврари халăхсем пурте пире пĕтерме пĕрлешрĕç, тенĕ.

(7) Çак сăмахсене илтнĕ-илтменех халăх çĕкленсе-хавхаланса,

(8) кĕр кĕрлесе кайнă: халĕ Иудăпа Ионафан шăллу вырăнне пирĕн çулпуç — эсĕ.

(9) Пуçла хамăр вăрçа, эпир эсĕ мĕн хушнине пĕтĕмпех тăвăпăр, тенĕ.

(10) Вара Симон вăрçа юрăхлă пĕтĕм ара пуçтарнă, Иерусалим хÿмине те васкасах хÿсе çавăрса хулана пур енчен те çирĕплетсе лартнă.

(11) Унтан Авессалом ывăлне Ионафана çителĕклĕ таран çар парса Иоппи хулине янă, лешĕ хула çыннисене хăваласа кăларнă та хăй унтах юлнă.

(12) Çав вăхăтра Трифон Иудея çĕрне пырса кĕмешкĕн Птолемаидăран пысăк йышлă çарпа хăпарнă; унпа пĕрле хурал аллинчи Ионафан та пулнă.

(13) Симон ĕнтĕ Адида хули патне, тÿремлĕхе хирĕç, тапăрăн вырăнаçса тăнă.

(14) Трифон вара, Ионафан вырăнне унăн Симон пиччĕшĕ тăнине тата вăл ăна хирĕç вăрçăпа тухма шухăшлине пĕлсессĕн, ун патне çапла калама элчĕсем янă:

(15) санăн Ионафан шăллу хăйне кирлĕ пулнăран патша хыснинчен кĕмĕл илсе парăма кĕнĕччĕ, эпир ăна çавăншăн тытса юлтăмăр.

(16) Халĕ çĕр талант кĕмĕл тÿле те Ионафана ирĕке ярсассăн пирĕнтен уйăрăласран унăн икĕ ывăлне саклата яр, вара эпир ăна ирĕке ярăпăр, тенĕ.

(17) Симон вĕсем улталаса калаçнине сиснĕ, анчах кайран халăх хăйне курайми пулмаллах ÿпкелеме ан тытăнтăр тесе, Трифон патне кĕмĕл те, Ионафан ачисене те ăсатнă,

(18) халăх: «Симон кĕмĕл тÿлеменрен тата ачасене ăсатманран Ионафан вилчĕ» тесе калама пултарнă.

(19) Çапла ĕнтĕ Симон ачасене те янă, çĕр талант та ярса панă; анчах Трифон улталанă, Ионафана ирĕке яман.

(20) Çавăн хыççăн Трифон, Иудея çĕрне кĕрсе тустарса тухас тесе, тавра çулпа Адара çине кайнă. Анчах, вăл кирек ăçталла кайсассăн та, Симонпа унăн çарĕ пур çĕрте те ун хыçĕнченех пынă.

(21) Керемре ларакансем Трифон патне элчĕсем янă: вĕсем ăна хăйсем патне пушхир урлă пыртарасшăн пулнă, апат-çимĕç ярса пама ыйтнă.

(22) Трифон, вĕсем патне çав каçах каяс тесе, мĕнпур утлă çарне хатĕрлесе тăратнă, анчах юр вăйлă çунăран унта каяйман, Галаада тухса кайнă.

(23) Васкама ятлă хула патне çитерехпе вăл Ионафана вĕлерттернĕ, вара ăна çавăнтах пытарнă.

(24) Трифон ĕнтĕ каялла таврăнса хăйĕн çĕрнех кайнă.

(25) Симон, çынсем ярса, хăйĕн Ионафан шăллĕн шăммисене илсе килтернĕ те вĕсене ашшĕсенĕн хулинче Модинра пытарнă.

(26) Ионафаншăн пĕтĕм Израиль халăхĕ хурланса хÿхленĕ, нумай кун хушши вĕри куççулĕ тăкнă.

(27) Ашшĕпе тăванĕсен тупăклăхĕ çине Симон палăк лартнă, инçетренех курăнтăр тесе ăна çÿллĕ тунă, умĕпе хыçал енне чутласа якатнă чулран тунă,

(28) унăн тăррине вăл ашшĕпе амăшĕн ячĕпе, тăватă тăванĕн ячĕпе, пĕр-пĕрне тĕлме-тĕллĕн, çичĕ пирамида лартнă;

(29) вĕсен аякĕсене эрешлесе илемлетнĕ, йĕри-тавра çÿллĕ юпасем лартса тухнă, юписем çине, ĕмĕр асăнмалăх, вăрçă кăралĕпе карапсем ÿкернĕ пулнă, вĕсене мăкăрăлса тăмалла ăсталанă, вĕсем ĕнтĕ тинĕсре çÿрекенсене аякранах курăнса тăнă.

(30) Çав вилтăпри çинчи палăк, Симон тутарнăскер, Модин хулинче халĕ те ларать.

(31) Трифон вара усал шухăш тытса çамрăк патшана Антиоха çула илсе тухнă та вĕлернĕ,

(32) хăй ун вырăнне патшана ларнă, Ази патшийĕн пуçкăшăльне тăхăннă, çав çĕре питĕ вăйлă аркатса пĕтернĕ.

(33) Симон ĕнтĕ Иудея çĕрĕнче керемсем тунă, вĕсене, çÿллĕ пашнесемпе сăлăплă хапхасем лартса, тĕреклĕ хÿме хÿсе çирĕплетнĕ, керемсене сыхлăх апат-çимĕç хурса пынă.

(34) Çавăн хыççăн Симон шанчăклă çынсене суйласа илнĕ те Димитрий патша патне Иудея çĕрне çăмăллăх кÿмешкĕн ыйтма янă, мĕншĕн тесессĕн Трифон вĕсене хурах пуснă пек çаратса тăнă.

(35) Димитрий патша ăна çакăн пек хуравласа çырса янă:

(36) «Димитрий патша аслă священника, патшасенĕн тусне Симона тата Иудея халăхĕн аслă çыннисемпе Иудея халăхне савăнăç сунать.

(37) Эпир ĕнтĕ эсир ярса панă ылтăн пуçкăшăльпе пальма тураттине илтĕмĕр, эпир сирĕнпе пур тĕлĕшпе те килĕшÿ тума, хырçă пуçтаракансен пуçлăхĕсем патне вĕсем сире хырçă тÿлессинчен хăтарччăр тесе çырса яма хатĕр.

(38) Эпир сирĕнпе мĕн килĕшсе сăмах татни пĕри те улăшăнмалла ан пултăр, эсир туса лартнă керемсем те хăвăр аллăртах пулччăр.

(39) Усал шухăшпа туман унчченхи пĕтĕм айăпăра та, пуçкăшăльшĕн тÿлесе тăма тивĕçлине те, Иерусалимра тÿлеттерсе тăнă мĕнпур тÿлеве те каçаратпăр.

(40) Эхер те сирĕн хушшăртан пирĕн сыхлавçăсен йышне çырăнма пултаракансем тупăнсассăн, килсе çырăнччăр, çапла пирĕн хушшăмăрта килĕшÿ пултăр» тенĕ.

(41) Çапла вара çĕр çитмĕлмĕш çулта Израиль суя тĕнлисен алли айĕнчен тухнă,

(42) çавăнтанпа Израиль халăхĕ çыру çÿретнĕ чухне, хут уйăрнă чухне акă çапла çыра пуçланă: «çакна иудейсен аслă священникĕ, çулпуçĕ, халăха тытса тăракан аслă пуçлăх Симон вăхăтĕнче малтанхи çулĕнче çырнă» тенĕ.

(43) Çав вăхăтра Симон Газа хулине тапăннă, ăна хăйĕн çарĕпе хупăрласа илнĕ, хÿме çĕмĕрмелли сăпрайсем тутарса, вĕсене хула çумне лартса, пĕр пашнине аркатса ярса илнĕ,

(44) сăпрай çинче пулнисем хулана вирхĕнсе кĕнĕ те унта пĕтĕмпе айăн-çийĕн тустара пуçланă.

(45) Хула çыннисем арăмĕсемпе, ачисемпе пĕрле хула хÿми çине улăхса тăнă, çийĕнчи тумтирне туртса çурса, Симона хăйсене хĕрхенме ыйтса хыттăн тархасланă:

(46) усал ĕçĕмĕрсене кура ан айăпла пире, ырă кăмăлупа хĕрхенсем пире, тенĕ.

(47) Симон ĕнтĕ вĕсене хĕрхеннĕ, вĕсемпе çапăçман, анчах вĕсене хуларан хăваласа кăларнă та йĕрĕх кĕлеткисем лартнă çуртсене тасатнă, çапла вара хулана мухтав юрри юрласа, Турра тав туса кĕрсе кайнă.

(48) Хуларан мĕнпур тасамара кăларса пăрахнă, унта саккуна уяса пурăнакан çынсене вырăнаçтарнă, ăна тĕреклĕлетнĕ, унта хăйне валли те çурт лартнă.

(49) Иерусалим керемĕнче пурăнакансене çавăн чухне тухса çÿреме те паман, сутас-илес пулсан та керемрен кăларман, çапла вĕсем выçăпа аптăраса çитнĕ, нумайăшĕ выçăпа вилсе пĕтнĕ.

(50) Вара вĕсем Симона килĕшÿ тумашкăн тархасланă, Симон килĕшнĕ, анчах вĕсене унтан хăваласа кăларнă та ирсĕрлентернĕ кереме тасатнă,

(51) вара çĕр çитмĕл пĕрремĕш çулхи иккĕмĕш уйăхăн çирĕм виççĕмĕш кунĕнче Симон кереме Турра мухтаса, пальма турачĕсем тытса, кĕслепе цитра каласа, кимвал çапса, псаломсемпе юрăсем юрласа пырса кĕнĕ, мĕншĕн тесессĕн Израилĕн питех те вăйлă тăшманне салатса тăкнă вĕсем.

(52) Çав куна вара çулленех савăнăçлăн уявласа ирттерме йышăннă, Симон керемрен инçе мар Турă Çурчĕ ларакан сăрта çирĕплетнĕ, вара хăй те, хăйĕн çывăх çыннисем те çавăнта пурăнма вырăнаçнă.

(53) Хăйĕн Иоанн ывăлĕ çитĕнсе çитсен, Симон ăна мĕнпур çар пуçлăхĕ туса лартнă та хăй Газара хулине куçса кайнă.

14

(1) Çĕр çитмĕл иккĕмĕш çулта Димитрий патша хăйĕн çарĕсене пухнă та, Трифона хирĕç вăрçă вăрçма пулăшу илесчĕ тесе, Миди çĕрне тухса кайнă.

(2) Анчах Арсак — Персипе Миди патши — Димитрий унăн çĕрне пырса кĕни çинчен илтсессĕн, пĕр çарпуçне ăна чĕррĕн тытса килме хушса янă.

(3) Лешĕ кайнă та Димитрий çарне çĕмĕрсе тăкнă, Димитрие

хăйне ярса тытса Арсак патне илсе пынă, вăл ăна тĕрмене хуптарнă.

(4) Иудея çĕрĕ Симон ĕмĕрĕнче канăçлă тăнă; вăл хăйĕн халăхĕшĕн тăрăшнă, унăн вăйĕ-вăйăмĕ, унăн мухтавĕ халăхшăн яланах хаклă пулнă.

(5) Хăйĕн мухтавне тата çÿле çĕклесе, вăл тинĕс хĕрринчи Иоппи хулине ярса илнĕ, тинĕс утравĕсем çине çÿреме çул уçнă,

(6) Иудея çĕрĕн чиккине сарса, çав çĕршыва хăй аллине илнĕ.

(7) Нумайăшне тыткăнран хăтарса, хăй патне пуçтарнă, Газарăпа Вефсура хулисене, Иерусалим керемне туртса илнĕ, кереме вараланчăкран тасатнă — Симона хирĕç тăракан пулман.

(8) Иудейсем канлĕ пурăннă, çĕр ĕçленĕ, çĕрĕ тыррипуллине, уйри йывăçĕсем çимĕçне парса тăнă.

(9) Ваттисем урамра шăкăлтатса ларнă, мĕн усă кÿрĕ-ши халăха тесе канашланă, çамрăксем шукăль тумланса çар тумĕпе çÿренĕ.

(10) Хуласене вăл апат-çимĕç леçсе тăнă, вĕсене тĕреклĕлетнĕ, унăн мухтавлă ятне тĕнче хĕрринче те асăннă.

(11) Çĕршыва вăл лăпкă самана тавăрнă, Израиль тем тĕрлĕ савăнса пурăннă.

(12) Кашнийĕ хăйĕн иçĕмĕ айĕнче, смоква йывăçĕ айĕнче ларнă, никам та хăратман вĕсене.

(13) Вĕсемпе вăрçă вăрçас теекен çĕр çинче никам та юлман, çавăн чухне патшасем те йăвашланнă.

(14) Вăл халăх хушшинчи пур чухăна та хунтăланă, саккуна пурăнăçлама хистенĕ, саккуна уяманнисене, усал ĕç тăвакансене пурне те пĕтерсе пынă.

(15) Сăваплă Çурта илем кĕртнĕ, таса япала шутне ÿстернĕ.

(16) Римпа Спартăна Ионафан вилни çинчен хыпар çитсессĕн, унта питĕ куляннă.

(17) Ионафан вырăнне унăн Симон пиччĕшĕ аслă священник пулса тăни çинчен, вăл ĕнтĕ пĕтĕм çĕршыва, унти хуласене хуçа пулса тытса тăни çинчен илтсессĕн вара

(18) ун патне — хăйсем ĕлĕк унăн тăванĕсемпе Иудăпа, Ионафанпа туслă пурăнса пĕр канашлă тăма килĕшсе татăлнине çĕнетес тесе — пăхăр хăмасем çине çырса çыру янă.

(19) Ăна Иерусалимра халăха пухса вуласа панă.

(20) Спарта çыннисем акă çапла çырса янă пулнă: «Спарта пуçлăхĕсемпе Спарта хули çыннисем хăйсен тăванĕсене — Иудейăн аслă священникне Симона, аслă çыннисене, священникĕсене, пĕтĕм Иудея халăхне — савăнăç сунаççĕ.

(21) Пирĕн халăх патне янă элчĕсем сирĕн мухтавăрпа чысăр çинчен каласа кăтартсассăн, эпир вĕсем килнĕшĕн питĕ савăнтăмăр,

(22) вара вĕсем мĕн каланине халăх канашĕнче акă çапла çырса хутăмăр: Антиох ывăлĕ Нуминий тата Иасон ывăлĕ Антипатр, Иудея элчисем, пирĕн патăмăра хăйсемпе тытнă туслăхăмăра çĕнĕрен чĕртсе яма килчĕç.

(23) Халăхăмăр, çав çынсене чыслăн йышăнса, вĕсенĕн сăмахне Спарта халăхĕ асра тыттăр тесе уçă кĕнекисене çырса хума кăмăл турĕ. Çавна эпир аслă священник Симон валли çырса илтĕмĕр» тенĕ.

(24) Çавăн хыççăн Симон Нуминие, пин мина таякан ылтăн хулкан парса, Рима пĕр канашлă тăмашкăн килĕшсе татăлма янă.

(25) Çакăн çинчен илтсессĕн халăх каланă: Симонпа унăн ывăлĕсене эпир мĕнле тав тăва пĕлĕпĕр-ши?

(26) Вăл хăй те, унăн тăванĕсем те, вĕсен пĕтĕм ăрăвĕ, çирĕп тăрса, Израиль тăшманĕсене сирсе ячĕç, Израиле ирĕке кăларчĕç, тенĕ.

(27) Вара çавна пăхăр хăма çине çырса, юпа çумне çапса Сион тăвĕ çине кăларса лартнă. Унта çакăн пек çырнă пулнă: «Çĕр çитмĕл иккĕмĕш çулхи елул уйăхĕн вунсаккăрмĕш кунĕнче,— ку вăл Симон виççĕмĕш çул аслă священникра ларнă чухне пулнă,—

(28) Сарамельте пире халăхпа священниксен, халăх пуçлăхĕсемпе çĕршыври аслă çынсен пысăк пухăвĕнче çапла каласа пĕлтернĕ:

(29) çак çĕршывра нумай хутчен вăрçă пулнăран Иарив йăхĕнчен тухнă Маттафия ывăлĕ Симон тата унăн тăванĕсем, Иудея халăхĕн сăваплă Çурчĕпе саккуна сыхласа хăварас тесе, хăрушлăхран хăрамасăр хăйсен халăхĕн тăшманĕсене хирĕç тăчĕç, хăйсен халăхне пысăк мухтава кăларчĕç.

(30) Ионафан хăйĕн халăхне пухса унăн аслă священникĕ пулса тăчĕ, анчах вăл хăйĕн ашшĕсемпе пĕрлешрĕ.

(31) Тăшмансем Иудея çĕрне çаратса хăварма çĕмĕрсе кĕрес чухне, аллине Турă Çурчĕ çинелле тăсас чухне

(32) вĕсене хирĕç Симон çĕкленсе тухрĕ, хăйĕн халăхĕшĕн вăрçă вăрçрĕ, халăхăн хăюллă арĕсене кăралпа тивĕçтерсе, вĕсене шалу тÿлесе тăрса хăй те нумай тăкак курчĕ.

(33) Вăл Иудея хулисене тата Иудея чиккинчи Вефсурăна — ĕлĕк тăшмансем вăрçă кăралĕ усранă хулана — çирĕп тĕреклĕлетсе лартрĕ, ăна иудейсен аллине парса унта хурал тăратрĕ,

(34) çавăн пекех тинĕс хĕрринчи Иоппи хулине тата Азот чиккинчи ĕлĕк тăшман тăнă Газара хулине тĕреклĕлетрĕ, унта иудейсене вырăнаçтарчĕ, çав вырăнсене çĕнĕрен ура çине тăратма мĕн кирлине пĕтĕмпех тупса пачĕ.

(35) Симон ĕçĕсене, вăл хăй халăхне мухтава кăларассишĕн епле тăрăшнине халăх курса тăчĕ, çакна пĕтĕмпех пурăнăçа килтернĕшĕн, тÿрĕлĕхе хÿтĕленĕшĕн, яланах хăй ăрăвне чĕререн парăнса тăнăшăн, хăй халăхне пур майпа та çĕклеме тимленĕшĕн Израиль ăна хăйĕн пуçлăхĕ, аслă священникĕ турĕ.

(36) Ун вăхăтĕнче вăл çине тăрса тăрăшнипе çĕршывран суя тĕнлĕ çынсене хăваласа кăларнă, çавăн пекех Иерусалимра Давид хулине керем туса кĕрсе ларнă, унтан туха-туха Турă Çурчĕ таврашне ирсĕрлесе çÿренĕ тата таса Çурта мăшкăл туса тăнă çынсене те хуса ячĕ.

(37) Вăл унта иудейсене вырăнаçтарчĕ, çĕршывпа хула шанчăклă тăтăр тесе, ăна тĕреклĕлетрĕ, Иерусалим хÿмине хăпартрĕ.

(38) Çавăнпа Димитрий патша та ăна аслă священникрах тăмалла турĕ,

(39) ăна хăйĕн тусĕсен йышне кĕртрĕ, çапла пысăк мухтава кăларчĕ,

(40) мĕншĕн тесессĕн Димитрий патша çакна илтнĕ ĕнтĕ; Рим çыннисем иудейсене тус, пĕр канашлă тăракан тăван тенĕ, Симон янă элчĕсене чыслăн йышăннă,

(41) иудейсемпе священниксем Симон ĕмĕрлĕхех, чăн Пророк киличченех, хăйсенĕн пуçлăхĕ тата аслă священникĕ пултăр тесе килĕшнĕ,

(42) çарпуçĕ те вăлах пултăр, сăваплă вырăна та вăлах пăхса тăтăр, халăха ĕçлеттертĕр, Иудея çĕрне, мĕнпур вăрçă кăралне, керемсене хăй аллине илтĕр тенĕ,

(43) Турă Çуртне вăл пăхса тăтăр, пурте ăна итлеччĕр, çĕршыври мĕнпур килĕшĕве унăн ячĕпе çырччăр, вăл хĕрхĕлтĕм тумпа, ылтăн эреш çакса çÿретĕр тенĕ.

(44) Çакăнта мĕн каланине никам та — халăх та, священниксем те — ан улăштартăр, Симон сăмахне хирĕçле тума, вăл хушмасăр çĕршывра пуху пухма, хĕрхĕлтĕм тум тăхăнма, ылтăн тăха çакса çÿреме ирĕк ан пултăр.

(45) Кам та кам çакна хирĕç мĕн те пулин тусассăн е çакăнта çырнине мĕне те пулин пăрахăçласассăн, çавă айăплă пулĕ» тенĕ çав çырура.

(46) Пĕтĕм халăх Симона пăхăнса, çак сăмахсене итлесе пурăнма килĕшнĕ.

(47) Симон ĕнтĕ халăх сăмахне йышăннă, аслă священник, çарпуç пулса, иудейсемпе священниксене пăхса тăма, пурне те пуçлăх пулса тытса тăма килĕшнĕ.

(48) Çак çырăва пăхăр хăмасем çине ÿкерсе Турă Çурчĕн карти çине аван курăнса тăмалли çĕре çапса хума,

(49) çав çыру Симонпа ун ывăлĕсен аллинче те пултăр тесе, ăна хăмасем çинчен çырса илсе мул управăшне хума сăмах татнă.

15

(1) Антиох — Димитрий патша ывăлĕ,— çав вăхăтра тинĕс утравĕсем çинче пулнăскер, Иудея халăхне пăхса тăракан аслă священник Симон патне, пĕтĕм Иудея халăхĕ патне çыру çырса янă.

(2) Çырăвĕнче çапла çырнă пулнă: «Антиох патша Иудея халăхне тытса тăракан аслă священника Симона тата Иудея халăхне савăнăç сунать.

(3) Усал шухăшлă çынсем аттемĕрсен патшалăхне ярса илчĕç, эпĕ вара патшалăха ура çине тăратса ĕлĕкхи шая çитерме каялла тавăрас тетĕп. Эпĕ ĕнтĕ йышлă çар пухса çитертĕм, çар карапĕсем хатĕрлесе тăратрăм;

(4) эпĕ пирĕн çĕре çаратса тухнисене, патшалăхри нумай хулана аркатса хăварнисене тавăрмашкăн хамăр çĕр тăрăх каяс тетĕп.

(5) Эпĕ хам умĕнхи патшасем сана мĕн тĕрлĕ хырçăран хăтарнине, мĕн тĕрлĕ парнесем парассинчен хăтарнине пурне те çаплипех, хăтарнă халлĕнех, хăваратăп;

(6) сана хăвăн çĕрÿнте хăвăн укçуна çапма ирĕк паратăп.

(7) Иерусалим хулипе Турă Çурчĕ ирĕклĕ тăтăр; эсĕ хатĕрлесе хунă пĕтĕм кăрал, эсĕ тутарнă, халĕ ху тытса тăракан керемсем те сан аллунтах юлччăр.

(8) Санăн патша умĕнчи пур парăму та, пулас парăмусем те паянтан пуçласа яланлăхах каçарăннă пулччăр.

(9) Эпир хамăр патшалăхăмăра хамăр аллăмăра илсессĕн, сирĕн мухтавăр пĕтĕм тĕнчипех сарăлтăр тесе, сана хăвна та, санăн халăхна та, сирĕн сăваплă Çуртăра та чаплăн чыслăпăр» тенĕ çав çырура.

(10) Çĕр çитмĕл тăваттăмĕш çулта Антиох хăйсен ашшĕсен çĕрне пырса кĕнĕ те, ун патне пĕтĕм çар пухăннă, çапла вара Трифонпа пĕрле юлнисем нумаях пулман.

(11) Антиох ăна хăвалама пуçланă, лешĕ тинĕс хĕрринчи Дора хулине тарнă;

(12) вăл ĕнтĕ хăй çине инкек йăтăнса аннине, хăйне çарĕ те пăрахса кайнине курнă.

(13) Антиох Дора хули патне çĕр çирĕм пин çар çыннипе сакăр пин юланутçă ертсе пынă та

(14) хулана çавăрса илнĕ, тинĕс енчен унăн карапĕсем пырса çитнĕ, çапла вăл хулана пур енчен те хĕссе тăнă, никама та тухма-кĕме паман.

(15) Çавăн чухне Римран Нуминипе унăн юлташĕсем патшасемпе çĕршывсем валли çырусем илсе пынă, çырăвĕсенче çакăн пек çырнă пулнă:

(16) «Левкий — Рим консулĕ — Птоломей патшана савăнăç сунать.

(17) Пирĕн патăмăра аслă священник Симонпа Иудея халăхĕ янă элчĕсем, пирĕн туссем, пĕр канашлă çынсем, хамăрăн тахçанхи туслăхпа килĕшĕве çĕнетсе çирĕплетме килчĕç,

(18) пин мина таякан ылтăн хулкан илсе килчĕç.

(19) Çапла вара эпир патшасемпе халăхсене вĕсем Иудея халăхне усал ан туччăр, вĕсене хирĕç, вĕсен хулисемпе вĕсен çĕршывне хирĕç вăрçă ан вăрçчăр, вĕсемпе вăрçакансене ан пулăшчăр тесе çырса яни вырăнлă пулĕ терĕмĕр.

(20) Эпир вĕсен хулканне илме пултăмăр.

(21) Вĕсен çĕрĕнчен сирĕн патăра мĕнле те пулин усал шухăшлă çынсем тарса пынă пулсассăн, вĕсене эсир аслă священника Симона тытса парăр — вăл вĕсене хăйсен саккунĕпе хаса патăр» тенĕ çав çырура.

(22) Левкий консул Димитрий патша патне те, Аттал патне те, Ариарафа патне те, Арсак патне те çапла çырнă,

(23) тата пур халăх çĕрĕсене те: Сампсамăна та, Спарта халăхне те, Делоса та, Минда та, Сикиона та, Карийăна та,

Самоса та, Памфилие те, Ликийăна та, Галикарнаса та, Родоса та, Фасилидăна та, Коса та, Сидăна та, Арада та, Гортинăна та, Книда та, Кипра та, Киринийăна та çавнах çырса янă.

(24) Аслă священника Симона çав çырусенчен çырса илнине ярса панă.

(25) Антиох патша Дора хулине пур енчен те тапăнса пырса, хÿме çĕмĕрмелли сăпрайсем туса лартса тепĕр хут хупăрласа илнĕ, çапла Трифона кĕрейми-тухайми хĕссе лартнă.

(26) Антиоха пулăшмашкăн Симон ун патне икĕ пин хастар çын, ылтăн-кĕмĕл тата чылай апат-çимĕç ăсатнă;

(27) анчах лешĕ çакна йышăнма кăмăл туман, унччен сăмах татнине пăсса пĕтĕмпех сивĕннĕ унран.

(28) Вара Симон патне хăйĕн пĕр тусне Афиновие унпа калаçса илсе çапла калама хушса янă: «эсир манăн патшалăхăмăн хулисене Иоппипе Газарăна тата Иерусалим керемне хăвăр аллăрта тытса тăратăр;

(29) эсир вĕсен таврашĕнче йăлт çаратса хăварнă, çĕре пĕтĕмпе тустарса тухнă, манăн патшалăхăмри нумай вырăна ярса илнĕ.

(30) Çав хуласене халĕ каялла парăр, Иудея чикки тулашĕнче хăвăр тытса тăракан вырăнсемшĕн хырçă тÿлесе тăрăр.

(31) Апла тумастăр пулсассăн, вĕсемшĕн пилĕкçĕр талант кĕмĕл парăр тата хăвăр çаратса хăварнăшăн, хуласенчен илсе тăракан хырçăшăн тепĕр пилĕкçĕр талант тÿлĕр; памастăр пулсассăн, пыратпăр та сирĕнпе вăрçă пуçлатпăр» тенĕ.

(32) Афиновий — патша тусĕ — Иерусалима çитнĕ те, Симон çав тĕрлĕ чаплă пурăннине курса, ылтăн-кĕмĕл савăт-сапа управăшне, йĕри-таврари илеме курса, тĕлĕнсех кайнă; унтан вăл патша мĕн калама хушнине пĕлтернĕ.

(33) Симон ăна хуравласа каланă: эпир ют халăх çĕрне те илмен, ют пурлăхпа та хуçаланман, эпир аттемĕрсен еткерне тытса тăратпăр; ăна пĕр хушă тăшмансем тивĕçсĕр йышăнса тăчĕç,

(34) эпир ăна, майлă вăхăтпа усă курса, каллех хамăр алла тавăртăмăр.

(35) Эсĕ ыйтакан Иоппипе Газара пирки вара çакна каламалла: вĕсем хăйсем пирĕн çĕршыв халăхне нумай

сăтăр турĕç; вĕсемшĕн эпир çĕр талант парăпăр, тенĕ. Çакна хирĕç Афиновий нимĕн те тавăрса каламан;

(36) анчах вăл патша патне питĕ кăмăлсăр таврăннă та ăна Симон сăмахне, вăл мĕн тери чаплă пурăннине, хăй мĕн-мĕн курнине йăлтах каласа панă, патша ваоа питĕ çилленсе кайнă.

(37) Трифон çавăн чухне карап çине ларса Орфосиада хулине тарнă.

(38) Патша вара, Кендевее тинĕс хĕрринчи çĕршывăн çарпуçĕ туса, ăна çуран çарпа утлă çар панă,

(39) ăна Иудейăна хирĕç вăрçăпа кайма, Кедрон хули туса лартса ун хапхисене тĕреклетме хушнă, унтан Иудея халăхĕпе мĕнле вăрçмаллине вĕрентсе хăварнă та хăй Трифон хыççăн хăваласа кайнă.

(40) Кендевей ĕнтĕ Иамния хулине çитнĕ те халăха вăрçа хĕтĕртсе тăма тытăннă, Иудея çĕрне тапăна-тапăна кĕрсе, нумайăшне тыткăна иле-иле кайса вĕлернĕ;

(41) Кедрон хулине те туса лартнă, хăйне патша хушнă пек, утлă тата çуран çарне, вĕсем хуларан Иудея çулĕсем тăрăх кайса çÿреччĕр тесе, çавăнта вырăнаçтарса тухнă.

16

(1)  Иоанн Газара хулинчен таврăннă та Кендевей мĕн туни çинчен Симона, хăйĕн ашшĕне, каласа кăтартнă.

(2) Вара Симон хăйĕн икĕ аслă ывăлне, Иудăпа Иоана, чĕнсе илнĕ те вĕсене çапла каланă: эпĕ хам та, манăн тăванăмсем те, манăн аттемĕн килĕ те мĕн çамрăкран паянхи кунчченех Израиль тăшманĕсене хирĕç вăрçнă, хамăр алăпа Израиль халăхне нумай хутчен ăнăçлăн çăлса хăварнă.

(3) Анчах акă эпĕ ватăлса çитрĕм ĕнтĕ, эсир вара, Турă ырăлăхĕпе, шăпах вăйпитти çынсем-ха: шăллăмпа ман вырăна халĕ эсир йышăнăр, хамăр халăхăмăршăн эсир кайса çапăçăр, Çÿлти Туррăмăр пулăшса пытăр сире, тенĕ.

(4) Вара вĕсем тăван çĕрĕнчен çирĕм пин çар çыннипе юланутçă суйласа илнĕ те Кендевее хирĕç тухса кайнă, çапла Модина хулине çитсе çĕр выртнă.

(5) Вĕсем ирхине ирех тăнă та тÿремлĕхе тухнă, акă ĕнтĕ вĕсене хирĕç пысăк йышлă çар килет — çураннисем те, утлисем те; вĕсем хушшинче шыв юхса выртать.

(6) Иоанн хăйĕн халăхĕпе пĕрле тăшмана хирĕç хускалнă; халăхĕ шыв урлă каçма шикленсе тăнине курса, чăн малтан вăл хăй каçса кайнă, ун хыççăн вара ыттисем те каçнă.

(7) Халăхне вăл икĕ пая уйăрнă та ут утланнисене çураннисем хушшине тăратнă; тăшманăн утлă çарĕ шутсăр пысăк пулнă.

(8) Ĕнтĕ трупасемпе кăшкăртса янă; çакна илтсессĕн Кендевей хăй те, унăн çарĕ те каялла тарма пикеннĕ, вĕсенĕн аманнисем темĕн чухлĕ выртса юлнă, ыттисем кереме тарса кайнă.

(9) Çавăн чухне Иуда, Иоанн тăванĕ, аманнă; анчах Иоанн тăшмансене Кендевей тунă Кедрона çитичченех хăваланă.

(10) Лешĕсем ĕнтĕ Азот çĕрĕнчи пашнесене тарса кĕнĕ, анчах Иоанн вĕсене вут тĕртсе çунтарса янă, çавăнта икĕ пине яхăн çын пĕтнĕ; Иоанн Иудея çĕрне ыррăн-сыввăн таврăннă.

иПтоломее, Авув ывăлне, Иерихон тÿремлĕхĕнчи çарпуçне лартнă пулнă, унăн ылтăн-кĕмĕл нумай пулнă:

(12) вăл аслă священник кĕрÿшĕ пулнă.

(13) Çав Птоломей мăнаçланса кайнă та пĕтĕм Иудея çĕрне хăй аллине илме шухăш тытнă, вăл ĕнтĕ Симонпа унăн ывăлĕсене пĕтерме ултавлă мелсем шыранă.

(14) Çав хушăра, халăха мĕн кирлипе тивĕçтерес тĕллевпе çĕршыври хуласем тăрăх çÿренĕ май, Симон хăйĕн икĕ ывăлĕпе — Маттафийăпа тата Иудăпа — Иерихон хулине çитнĕ, ку вăл çĕр çитмĕл çиччĕмĕш çулăн вунпĕрмĕш уйăхĕнче, сават уйăхĕнче, пулнă.

(15) Авув ывăлĕ, усал шухăш тытнăскер, вĕсене хапăлласа йышăннă пек пулса хăй ларттарнă пысăках мар Док ятлă кереме илсе кĕнĕ, унта вĕсем валли пысăк ĕçкĕ тунă, çавăнтах хăйĕн çыннисене пытарса лартнă.

(16) Симонпа ывăлĕсем ÿсĕрĕлсе çитсессĕн, Птоломейпе унăн çыннисем, кăрал тытса, Симон патне ĕçкĕ ĕçнĕ çĕре кĕнĕ, вара ăна хăйне те, унăн икĕ ывăлне те, ун патĕнче ĕçлекенсене те хăшнепĕрне вĕлерсе пăрахнă.

(17) Çапла ултавлă тискер ĕç тунă вăл, ырăшăн усалпа тавăрнă.

(18) Птоломей çакăн çинчен патша патне çырса янă, хăйне пулăшмашкăн

çар ярса пама ыйтнă, вара Иудея çĕршывĕпе хулисене унăн аллине пама пулнă.

(19) Вăл темиçе çынна Газара хулине Иоана вĕлерме янă, пинпÿсене хăй патне пыма чĕнсе çырусем янă, вĕсене ылтăнпа кĕмĕл, парнесем пама пулнă;

(20) ыттисене Иерусалим хулипе сăваплă Çурт сăртне туртса илме янă.

(21) Анчах пĕри Газара хулине Иоанн патне маларах пырса çитнĕ те унăн ашшĕпе тăванĕсене вĕлерни çинчен, Птоломей ăна хăйне те вĕлерме çынсем яни çинчен пĕлтернĕ.

(22) Çакăн çинчен илтсессĕн, Иоанн пăлханса-тарăхса кайнă, вара хăйне тĕп тума пынă çынсене ярса тытнă, вĕсене вĕлернĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл ĕнтĕ çавсем хăйне пĕтерме килнине пĕлнĕ.

(23) Иоанăн ытти ĕçне — унăн вăрçисене, унăн хастаррăн тунă паттăрла ĕçĕсене, вăл епле хÿмесем лартнине тата ытти тĕрлĕ ĕçне —

(24) вăл аслă священникра ларнă кунсенĕн кĕнекинче çырса кăтартнă, ăна хăйĕн ашшĕ хыççăн аслă священник пулса тăнă кунран пуçласах çырса пынă.

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.