Ездрăн Виççĕмĕш Кĕнеки


 Ездрăн Виççĕмĕш Кĕнеки

Salvonic 3 Esdras | Latin 4 Esdras

[rf]

Ку кĕнеке еврейла та, грекла та çук. Славянла тата вырăсла ăна латинла Библирен куçарнă. Кĕнеке виçĕ пайран тăрать: пĕрремĕш пайне — пирĕн эрăри I ĕмĕрте çырнă

1-2 -мĕш сыпăксем, виççĕмĕш пайне — пирĕн эрăри III ĕмĕрте çырнă

3-14-мĕш сыпăксем, иккĕмĕш пайне — пирĕн эрăри II ĕмĕрте çырнă

15-16-мĕш сыпăксем кĕреççĕ. Тĕрлĕ куçарура сыпăксен йĕркине тĕрлĕрен номерлеççĕ.

1

(1) Ку — Ездра пророкăн иккĕмĕш кĕнеки; Ездра вăл — Сераия ывăлĕ, Сераия — Азария ывăлĕ, Азария — Хелкия ывăлĕ, Хелкия — Шаллум ывăлĕ, Шаллум — Садок ывăлĕ, Садок — Ахитув ывăлĕ,

(2) Ахитув — Ахия ывăлĕ, Ахия — Финеес ывăлĕ, Финеес — Илий ывăлĕ, Илий — Амария ывăлĕ, Амария — Асиел ывăлĕ, Асиел — Мерайоф ывăлĕ, Мерайоф — Арн ывăлĕ, Арн — Уззий ывăлĕ, Уззий — Вориф ывăлĕ, Вориф — Авишуй ывăлĕ, Авишуй — Финеес ывăлĕ, Финеес — Елеазар ывăлĕ,

(3) Елеазар — Левий

йăхĕнчи Аарон ывăлĕ. Ездра вăл Перси патшалăхĕнче Артаксеркс патшара ларнă вăхăтра Миди çĕршывĕнче тыткăнра пулнă, ĕнтĕ çавăн кĕнеки ку.

(4) Мана Çÿлхуçаран сăмах пулчĕ:

(5) кай та Ман халăхăма вĕсен усал ĕçĕсене, вĕсен ывăлĕсене Мана хирĕçле тунă йĕркесĕр ĕçĕсене пĕлтер — вĕсем çакна ывăлĕсенĕн ывăлĕсене каласа паччăр,

(6) мĕншĕн тесессĕн ашшĕ-амăшĕн çылăхĕсем ачисенче нумайланса кайрĕç: Мана манса вĕсем ют турăсене парне кÿрсе тăчĕç.

(7) Вĕсене Египет çĕрĕнчен — чуралăх килĕнчен — Эпĕ илсе тухманччĕ-и-ха? вĕсем вара Мана çиллентерчĕç, Манăн канашăмсене уямарĕç.

(8) Эсĕ çÿçне кас та: «Турă вĕсем çине мĕнпур усаллине ятăр» те, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Манăн саккуна итлемерĕç — чарусăр халăх!

(9) Хăçанччен тÿсĕп вĕсене? Эпĕ вĕсене мĕн чухлĕ ырă тунă!

(10) Вĕсемшĕн Эпĕ темĕн чухлĕ патшана сирпĕтрĕм; фараона чурисемпе, пĕтĕм çарĕпе пĕрле пĕтертĕм;

(11) суя тĕнлисене пурне те вĕсен умĕнчен сирсе тĕп турăм, хĕвелтухăçĕнче те икĕ çĕрĕн, Тир çĕрĕпе Сидон çĕрĕн, халăхне сапаласа ятăм, вĕсен мĕнпур тăшманне пĕтерсе тăкрăм.

(12) Эсĕ вара вĕсене çапла кала: Çÿлхуçа çапла калать, те:

(13) Эпĕ сире тинĕс урлă каçартăм, унăн тĕпне сире валли хÿме тытнă урам хыврăм, сире Моисей çулпуçа тата Аарон священника патăм,

(14) çутатса пыракан вут-юпа патăм, сирĕн хушшăрта нумай хăват кăтартрăм; эсир вара Мана манăçларăр, тет Çÿлхуçа.

(15) Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçа çапла калать: путенесем сирĕншĕн паллă яни пулчĕç. Эпĕ сире хÿтĕленсе тăма тапăрсем патăм, анчах эсир унта та ÿпкелешрĕр,

(16) Эпĕ сирĕн тăшманăрсене пĕтертĕм, сирĕн савăнмаллаччĕ, эсир ун пек тумарăр, эсир паянхи кунчченех ÿпкелешетĕр.

(17) Ăçта вĕсем, Эпĕ сирĕншĕн тунă ырă ĕçсем? Эсир выçса çитсе

Мана йăлăннă пушхирте мар-и?

(18) эсир ун чухне çапла каларăр: «Эсĕ пире çак пушхире мĕншĕн илсе килтĕн — вĕлерсе пĕтерме-и? çак пушхирте виличчен египетсене ĕçлесе пурăнни лайăхрахчĕ пирĕншĕн» терĕр.

(19) Сире, йынăша-йынăша хуйхăракансене, хĕрхентĕм те — çимелли, маннă, патăм: эсир ангел çăкăрне çирĕр.

(20) Эсир шывсăр антăхнă чухне Эпĕ чула çурмарăм-и, вара тăраничченех ĕçмелĕх шыв тапса тухмарĕ-и? шăрăхра сире йывăç çулçисен сулхăнĕпе хупăрларăм.

(21) Сире тухăçлă çĕр валеçсе патăм; ханаансене, ферезейсене, филистимсене сирĕн умăртан хăваласа ятăм. Ман сирĕншĕн тата мĕн тумалла? тет Çÿлхуçа.

(22) Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçа çапла калать: эсир, шывшăн çунакансем, пушхирте, Мерра шывĕ хĕрринче, Манăн ятăма хурларăр,

(23) Турра хурларăр пулин те, Эпĕ сирĕн çине вут-çулăм ямарăм, шыва йывăç пăрахрăм та юханшыва пылак туса хутăм.

(24) Тата мĕн тăвас-ши саншăн, Иаков? Пăхăнасшăн пулмарăн эсĕ, Иуда. Урăх халăхсем енне çаврăнăп та вĕсене, Манăн саккунăмсене уяса пурăнччăр тесе, Хамăн ятăма парăп.

(25) Эсир Мана пăрахрăр — Эпĕ те сире пăрахăп; сире, Манран ырăлăх ыйтакансене, ырăлăх памăп.

(26) Мана чĕнес пулсассăн та Эпĕ сире илтмĕп, мĕншĕн тесессĕн эсир аллăрсене юнпа вараларăр, тата, çын вĕлерес тесен, сирĕн урăрсем хăвăрт утаççĕ.

(27) Эсир Мана мар, хăвăра хăвăр пăрахнă темелле, тет Çÿлхуçа.

(28) Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ сире ашшĕ — ывăлĕсене, амăшĕ — хĕрĕсене, ача ĕмĕртекен çав ачасене тархасланă пек тархасламарăм-и?

(29) «Эсир Манăн халăхăм пулăр, Эпĕ сирĕн Туррăр пулам, эсир Манăн ывăлăмсем пулăр, Эпĕ сирĕн Аçăр пулам» темерĕм-и?

(30) Эпĕ сире кăлăк чăххи хăйĕн чĕпписене çунат айне пуçтарнă пек пуçтартăм. Мĕн тăвăп халĕ сирĕншĕн? Сире Хам умăмран сирсе пăрахăп.

(31) Эсир

Мана валли парне илсе килсессĕн, Хамăн сăнăма сирĕнтен тÿртĕн тытăп: Эпĕ сирĕн уяв кунĕсене, çĕнĕ уйăх кунне, ÿт каснин уявне йышăнмастăп.

(32) Эпĕ сирĕн патăра Хамăн чурасене, пророксене, ятăм; эсир вĕсене тыта-тыта вĕлертĕр, ÿтне тăпаларăр. Эпĕ вĕсенĕн юнне шыраса илĕп, тет Çÿлхуçа.

(33) Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçа çапла калать: сирĕн çуртăр пуш-пушă. Сире çил арпана вĕрсе салатнă пекех салатса ярăп,

(34) ывăлăрсем те йăхсăр-тĕпсĕр юлĕç, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ хушнине вырăна хумарĕç, Ман умăмра усал ĕçсем турĕç.

(35) Сирĕн çуртăрсене Эпĕ килес çынсене парăп, вĕсем Мана илтмесĕрех ĕненĕç, вĕсем, Эпĕ хăйсене паллăсем кăтартман пулсан та, Эпĕ мĕн хушнине тăвĕç,

(36) çав çынсем, пророксене курмасăрах, вĕсем вĕрентнĕ пек тăвĕç.

(37) Кÿнтелесех калатăп: килес çынсем, вĕсенĕн ачисем, Мана куçĕпе курмасăрах, Эпĕ мĕн каланине чун-чĕрипе ĕненсе, Мана тав тăвĕç.

(38) Çапла ĕнтĕ, атте, тухăçран килекен çынсем çине савăнса пăх.

(39) Эпĕ вĕсене ертсе пыма Авраама, Исаака, Иакова, Осияна, Амоса, Михее, Иоиле, Авдие, Ионăна,

(40) Наума, Аввакума, Софонияна, Аггее, Захарийăна, Çÿлхуçа хыпарçи ятпа çÿрекен Малахийăна парăп, тет Çÿлхуçа.

2

(1) Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ ку халăха тыткăнран илсе тухрăм, Хамăн чурамсем, пророксем, урлă вĕрентрĕм, вĕсене итлес темерĕç, Манăн канашăмсене тиркерĕç, тет.

(2) Вĕсене çуратнă амăшĕх калать: «кайăрах, ачамсем; эпĕ ĕнтĕ тăлăх арăм, мана пăрахса хăварнă.

(3) Эпĕ сире савăнса пăхса ÿстертĕм — килтен йĕрсе те хурланса кăларса ятăм, мĕншĕн тесессĕн эсир Çÿлхуçа Туррăр умĕнче çылăха кĕтĕр, Ун умĕнче усал ĕç турăр.

(4) Халĕ ĕнтĕ мĕн тăвăп сире валли? Эпĕ — тăлăх арăм, мана пăрахса хăварнă;

кайăрах, ачамсем, Çÿлхуçаран каçару ыйтăр» тет.

(5) Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçа çапла калать: атте, сана тата çав арăма унăн ывăлĕсене хирĕç кÿнтелекенсем пулма чĕнетĕп, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Манăн халала уясшăн пулмарĕç.

(6) Намăс кăтарт вĕсене, вĕсенĕн амăшне те çука хăвар, çапла вĕсен ăрăвĕ те ан пултăр;

(7) вĕсем халăхсем хушшинче сапаланччăр та, вĕсен ячĕсем çĕр çинчен çухалччăр, мĕншĕн тесессĕн вĕсем Ман халала вырăна хумарĕç.

(8) Ассур, ху патăнта усал çынсене пытарса пурăнаканĕ, хуйхă çитĕ сана! Чее ăру! Эпĕ Содомпа Гоморрăна мĕн кăтартнине астуса ил:

(9) вĕсенĕн çĕрĕ сăмала куписемпе кĕл сăрчĕсем айĕнче выртать. Мана итлеменнисене Эпĕ пурне те çапла тăвăп, тет.

(10) Çÿлхуçа Ездрăна çапла калать: хыпар ту Ман халăхăма — Эпĕ Израиле пама пулнă Иерусалим патшалăхне урăххисене парăп,

(11) Израиль çыннисенчен чапа туртса илĕп те вĕсем валли хатĕрленĕ ĕмĕр пурăнмалли çуртсене урăххисене парăп.

(12) Вĕсемшĕн чĕрĕлĕх йывăçĕ ырă шăршă саракан сĕрĕш пулĕ: вĕсем ĕçпе тертленмĕç, халтан каймĕç.

(13) Пырăр та илĕр; кунсен шучĕ, асап шучĕ кĕскелтĕр тесе ыйтăр. Сире валли Патшалăх хатĕр ĕнтĕ: сыхă тăрăр.

(14) Эй тÿпепе çĕр, кÿнтелĕр: Эпĕ усаллине шăлса тăкрăм, ыррине туса хутăм. Эпĕ пур! тет Çÿлхуçа.

(15) Эй амăшĕ! ытала хăвăн ывăлусене, кăвакарчăн пек савăнса пăхса ÿстер вĕсене; шанчăклă вырăнта упра вĕсене, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ сана суйласа илнĕ, тет Çÿлхуçа.

(16) Вилнисене хăйсен вырăнĕнчен чĕртсе тăратăп, вĕсене тупăкран кăларăп, мĕншĕн тесессĕн вĕсем — Манăн халăхăм.

(17) Эй ывăлĕсен амăшĕ, ан хăра, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ сана суйласа илнĕ, тет Çÿлхуçа.

(18) Эпĕ сана пулăшма Хамăн чурамсене Исаийăпа Иеремийăна ярăп, вĕсен канашĕпе Эпĕ сан валли тĕрлĕрен çимĕç йăтса ларакан вуникĕ йывăçа тасалăх тивлечĕ кÿрсе хатĕрлерĕм,

(19) çавăн чухлех сĕтпе пыл юхакан çăлкуç тата розăпа лили ÿсекен çичĕ пысăк ту хатĕрлерĕм, санăн ывăлусене çавсемпе савăнтарăп.

(20) Тăлăх арăм прависене хÿтĕле, чухăн çынна сут тунă чухне тÿрĕ пул, мĕскĕне пулăш, тăлăха хунтăла, çарамассине тумлантар,

(21) хавшанишĕн, халсăрришĕн тăрăш, уксахран ан кул, чăлаха хÿтĕле, суккăра Манăн çуттăма кăтарт,

(22) ватăпа пĕчĕк ачана хăвăн килÿнте усра,

(23) виле выртнине курсассăн ăна тупăклăха пытарса пичет пусса хăвар — вара вилнисене чĕртсе тăратнă чухне Эпĕ сана хисеплĕ вырăн парăп.

(24) Эй халăхăм, кан, канăçлă пул: ĕнтĕ канлĕхÿ килет.

(25) Эй ырă кăмăлтан тăрантараканĕ, ывăлусене çитер, шанчăклă вырăнта усра вĕсене.

(26) Эпĕ хăвна панă чурасенчен никам та вилмест, мĕншĕн тесессĕн вĕсене Эпĕ Хам шыраса тупăп.

(27) Ан пăшăрхан. Хурлăхпа йывăрлăх кунĕнче ыттисем куççулĕ тăкĕç, хуйхăпа касăлĕç, эсĕ вара хаваслă, тулăх пурăнăçлă пулăн.

(28) Çĕр çинчи халăхсем сана ăмсанĕç, анчах сана хирĕç нимĕн те тăваймĕç, тет Çÿлхуçа.

(29) Санăн ывăлусем тамăка ан курччăр тесе, сана Манăн аллăм хупăрласа тăрĕ.

(30) Эй амăшĕ, ывăлусемпе пĕрле савăн: Эпĕ сана çăлăп.

(31) Хăвăн вилнĕ ывăлусене асăнта тыт. Эпĕ вĕсене çĕрĕн вăрттăн вырăнĕнчен илсе тухăп та ырăлăх кăтартăп: Эпĕ ырăлăхлă, тет Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçа.

(32) Эпĕ килсе вĕсене ырăлăх кÿриччен хăвăн ачусене ытамна ил: Манăн çăлкуçăмсем тулăх, çавăнпа тивлетĕм иксĕлмест, тет.

(33) Хорив тăвĕ çинче Çÿлхуçа мана, Ездрăна, Израиль патне кайма хушрĕ. Эпĕ вĕсем патне çитрĕм те, вĕсем мана йышăнмарĕç, Çÿлхуçа ÿкĕтне вырăна хумарĕç.

(34) Çавăнпа сире, çĕр çинчи халăхсене, итлеме те ăнланма пултаракансене, çапла калатăп: Кĕтÿçĕре кĕтсех тăрăр, Вăл сире ĕмĕрлĕх канлĕх парĕ: Вăл, тĕнче пĕтнĕ тĕле Килекенĕ, çывăхрах.

(35) Çÿлти Патшалăх парнине илме хатĕр тăрăр, ĕнтĕ сирĕншĕн ĕмĕрлĕхе сÿнми çутă çуталса кайĕ.

(36) Çак тĕттĕм тĕнчерен хăтăлса юлăр; хăвăр мухтавăрăн савăнăçне йышăнăр. Эпĕ Çăлаканăм çинчен уççăн кÿнтелетĕп.

(37) Çÿлхуçа шанса панă парнене илĕр — савăнăр, уншăн хăвăра Çÿлти Патшалăха Чĕннине тав тăвăр.

(38) Тăрăр та паллă тунисенĕн йышĕ Çÿлхуçамăрăн каçхи апатĕнче мĕн чухлĕн пулнине курăр,

(39) вĕсем, çак тĕттĕм тĕнчерен куçса кайса, Çÿлхуçаран çутă тумтир илнĕ.

(40) Эй Сион, йышăн пĕтĕм йышна, шурă тумтир тăхăннăскерсене, Çÿлхуçа саккунне вырăна килтернĕскерсене хăвăн патна вырăнаçтар.

(41) Хаклă ывăлусем санăн туллиех. Çÿлхуçаран халăха Хăйĕн хăвачĕпе тасатма ыйт.

(42) Эпĕ, Ездра, Сион тăвĕ çинче имсĕрсумсăр халăх ушкăнне куртăм, эпĕ çав йыша шутласа та кăлараймарăм — пурте вĕсем юрăсем юрласа Çÿлхуçана аслăлатчĕç.

(43) Вĕсем хушшинче пуринчен те çÿллĕрех çамрăк пурччĕ, вăл кашнинех пуçкăшăль тăхăнтартса çÿретчĕ; эпĕ çакна курса тĕлĕнсе тăтăм.

(44) Вара Ангелран ыйтрăм: эй хуçамăм, камсем кусем? терĕм.

(45) Вăл мана хуравласа çапла каларĕ: кусем — вилĕм тумтирне хывса хурса вилĕмсĕрлĕх тумĕ тăхăннисем, вĕсем Турă ятне ĕненсе тăнă; халĕ вĕсене пуçкăшăль тăхăнтартаççĕ, вĕсем çĕнтерÿ пальмине илеççĕ, терĕ.

(46) Эпĕ вара çапла ыйтрăм: вĕсене пуçкăшăль тăхăнтартакан, пальма турачĕсем паракан çамрăк кам вара? терĕм.

(47) Вăл мана хуравласа: Ку — Турă Ывăлĕ, лешĕсем вара — Ăна çак тĕнчере ĕненсе пурăннисем, терĕ. Çÿлхуçа ячĕшĕн çирĕп тăнă çынсене эпĕ те мухтама тытăнтăм.

(48) Вара Ангел мана каларĕ: кай та ман халăхăма хăв Çÿлхуçа Туррăн мĕнле тĕлĕнмелле ĕçĕсене курни çинчен каласа пĕлтер, терĕ.

3

(1) Хулана тустарса-аркатса хăварнăранпа вăтăрмĕш çул çине кайнă вăхăтра эпĕ — Ездра та тесе чĕнекен Салафиил — Вавилонра пултăм, вырăнăм çинче выртнă чухне чĕреме тĕрлĕрен шухăш капланса килчĕ:

(2) эпĕ ĕнтĕ Сиона епле çаратса хăварнине те, Вавилонра пурăнакансен пуянлăхне те курнă.

(3) Пĕтĕм чун-чĕрем пăлханса кайрĕ те, эпĕ хăра-хăрах калама пуçларăм та

(4) Çÿлти Турра çапла каларăм: эй Çÿлхуçа Патша! Эсĕ чăн пуçламăшĕнчех, çĕре пĕччен пултарнă чухнех, каланă, тăпрана хушнă,

(5) тăпра Сана пурăнăç паллисĕр Адам кÿлепине панă. Пĕрех ку Санăн аллу тунă ĕç пулнă. Эсĕ ун ăшне чĕрĕлĕх сывлăшĕ вĕрсе кĕртнĕ, вăл вара Сан умăнта чĕрĕ пулса тăнă;

(6) ăна Эсĕ рая — çĕр çимĕç ÿстерсе паричченех сылтăм аллу лартса çитĕнтернĕ рая — илсе кĕнĕ;

(7) Эсĕ ăна Ху панă ÿкĕте уяма хушнă, анчах вăл ăна пăснă, Эсĕ вара ăна, унăн йăхне вилмелле туса айăпланă. Унран имсĕр-сумсăр тăхăмсем, имсĕр-сумсăр ăрусем пуçланса кайнă.

(8) Кашни халăх хăй пĕлнĕ пек çÿреме пуçланă, Санăн умăнта йĕркесĕр ĕçсем тунă, Санăн ÿкĕтÿсене нимĕн вырăнне те хуман. Эсĕ вĕсене чарман.

(9) Хăй вăхăтĕнче Эсĕ çĕр çинче пурăнакансем çине талай янă, вĕсене çапла пĕтернĕ,

(10) вĕсенĕн пурин те пĕр шăпа пулнă: Адама вилĕм çитнĕ пек, кусене талай тĕп тунă.

(11) Эсĕ вĕсенчен пĕрне — Ноя хăйĕн килĕ-йышĕпе пĕрле — чĕрĕ хăварнă, унран вара тÿрĕ çынсем пуçланса кайнă.

(12) Çĕр çинче пурăнакансем хунама тытăнсассăн, ывăлĕсем, халăхсем, ăрусем йышлăланса çитсессĕн, каллех унчченхинчен те ытларах çылăха кĕме тытăннă,

(13) вĕсем сан Умăнта йĕркесĕр ĕçсем тума тытăнсассăн, вĕсен хушшинчен Эсĕ Хăвна валли Авраам ятлă çынна суйласа илнĕ,

(14) ăна кăмăлланă, Эсĕ ăна тĕнче пĕтессине çĕрле тĕлĕнмелле мелпе уçса панă,

(15) унпа ĕмĕрлĕхе халал хывнă та ăна: санăн вăрлăхна нихăçан та пăрахмăп, тенĕ. Вара ăна Исаака панă, Исаака ĕнтĕ Иаковпа Исава панă;

(16) Эсĕ Хăвна валли Иакова суйласа илнĕ, Исава йышăнман. Иаков ĕнтĕ питех те ĕрчесе кайнă.

(17) Эсĕ унăн йăхне Египетран кăларса Синай тăвĕ патне илсе килнĕ чухне

(18) пĕлĕтсене тайăлтарнă, çĕре чĕтрентернĕ, тĕнчене кисрентернĕ, тĕпсĕр авăрсене чĕтретнĕ, пĕтĕм çут тĕнчене пăлхатса янă.

(19) Санăн мухтавлăху тăватă хапха витĕр — вут-çулăм, çĕр чĕтревĕ, çил тата сивĕ витĕр — иртнĕ, çапла Эсĕ Иаков вăрлăхне саккун панă, Израиль йăхне ÿкĕтсем панă,

(20) анчах вĕсенĕн ултавлă чĕрисене туртса илмен: Хăвăн саккуну çав чĕресенче çимĕç кÿтĕр тенĕ.

(21) Ултавлă чĕреллĕ пĕрремĕш Адам Турă хушнинчен иртнĕ — усала пăхăннă; эпир те, унăн тăхăмĕсем, çавăн пекех пултăмăр.

(22) Этемлĕхшĕн ĕнтĕ халсăрлăх кулленхи пурăнăç пулса тăнă, чĕресенче вара саккунпа пĕрле усаллăх тымарĕ юлнă.

(23) Вăхăт иртнĕ, çулсем те ирте-ирте кайнă, Эсĕ вара Хăвна валли Давид ятлă чуруна çĕклентернĕ;

(24) ăна Хăвăн ятупа хула лартма, унта Хăвăн пурлăхунтан Хăвна парнесем кÿрсе тăма хушнă.

(25) Нумай çул хушши çаплах пулса пынă, кайран вара хулара пурăнакансем çылăха кĕнĕ,

(26) вĕсем пур тĕлĕшрен те Адампа унăн тăхăмĕсем пурăннă пек пурăннă, мĕншĕн тесессĕн вĕсем те усал чĕреллĕ пулнă.

(27) Эсĕ вара Хăвăн хулуна тăшманусен аллине панă.

(28) Эпĕ ĕнтĕ хам ăшăмра çапла каларăм: Вавилон çыннисем пирĕнтен лайăхрах-им, вĕсем çавăнпа Сиона тытса тăраççĕ-им? терĕм.

(29) Кунта килсессĕн, эпĕ шутсăр нумай усал ĕç куртăм; вăтăр çул тыткăнра пурăннă хушăра ман чунăм çылăхлă çынсем нумаййине курчĕ те, чĕрем ыратрĕ:

(30) Эсĕ çак çылăхлă çынсем тĕлĕшĕнчен тÿсĕмлĕ пулнине, усал çынсене хĕрхеннине куртăм эпĕ, Хăвăн халăхна вара пĕтертĕн, тăшманусене сыхласа хăвартăн.

(31) Пирĕн çул улшăнасси çинчен Эсĕ паллă та памастăн. Вавилон Сионран йĕркеллĕрех пурăнать-шим вара?

(32) Е, Израильсĕр пуçне, урăх халăх пĕлчĕ-шим Сана? е темĕнле ăрусем Санăн сакунна Иаков пекех ĕненме тытăнчĕç-и?

(33) Пире ырăлăх пулмарĕ, Хăвна парăнса пурăннăшăн та пире нимĕн те тивмерĕ, эпĕ ĕнтĕ халăхсем хушшинче çÿресе килтĕм — Санăн ÿкĕтÿсене аса та илмеççĕ пулин те, вĕсем тулăх пурăнăçпа пурăннине куртăм.

(34) Çапла ĕнтĕ пирĕн йĕркесĕр ĕçĕмĕрсене тата çĕр çинче пурăнакансен йĕркесĕр ĕçĕсене тараса çине хурса виç, вара тараса хурси хăш еннелле тайăлни курăнĕ.

(35) Çĕр çинче пурăнакансем хăçан Сан умăнта çылăха кĕменни пулнă? е хăш халăх Санăн ÿкĕтÿсене çапла уяса тăнă?

(36) Вĕсем хушшинче, ятсем тăрăх пулин те, Хăвăн ÿкĕтÿсене уякансене тупăн, анчах пĕтĕм халăхĕпех ÿкĕтсене тытса пурăннине тупаймăн, терĕм эпĕ, Ездра.

4

(1) Çавăн чухне мана хуравласа калаканĕ хам патăма янă Уриил ятлă Ангел пулчĕ,

(2) вăл çапла каларĕ: эсĕ ку тĕнче çинчен тĕрĕс мар шухăшлатăн, эсĕ Çÿлти Туррăн çулне пĕлме пултараймастăн, терĕ.

(3) Эпĕ хуравласа каларăм: çапла çав, хуçамăм, терĕм. Вăл вара мана каларĕ: сана виçĕ çул кăтартма тата виçĕ тупмалли юмах сĕнме янă мана.

(4) Эхер те мана эсĕ вĕсенчен пĕрне ăнлантарса парайсан, эпĕ те сана хăв курас тенĕ çула кăтартăп тата усал чĕре ăçтан тухнине пĕлме вĕрентĕп, терĕ.

(5) Вара эпĕ: кала, хуçамăм, терĕм. Вăл мана çапла каларĕ: кай та вут-çулăм йывăрăшне виç е мана çил вĕрнине виçсе пар, е тата иртсе кайнă куна тавăрса пар, терĕ.

(6) Эсĕ мана мĕн хушнине мĕнле çын тума пултарĕ? терĕм эпĕ.

(7) Вăл вара мана каларĕ: эхер те эпĕ санран тинĕс варринче пурăнмалли вырăн миçе е тĕпсĕр авăр никĕсĕнче миçе çăлкуç, е тÿпере миçе шыв çулĕ, е райăн хапхисем мĕнле тесе ыйтнă пулсассăн,

(8) эсĕ, тен, мана: эпĕ тĕпсĕр авăра та анса курман, тÿпене те нихăçан та улăхман, тамăкран тухмалли вырăн ăçтине те пĕлместĕп, тенĕ пулăттăн.

(9) Халĕ вара эпĕ санран вут-çулăм, çил тата хăв пурăнса ирттернĕ кун çинчен — пурăнăçунта кирлĕ япаласем çинчен çеç — ыйтрăм, эсĕ вара мана çавна та хуравлаймарăн, терĕ.

(10) Тата каларĕ: эсĕ мĕн çамрăкранах хăвăнпа пĕрле пулнă япаласене те пĕлме пултараймастăн та,

(11) Епле-ха ĕнте санăн ăшчикÿ Çÿлти Туррăн çулне ăнкарма пултартăр, вăл, çĕрнĕ тĕнчепе пăсăлкăскер, çĕрменнине, ĕмĕрлĕххине, мĕнле ăнланма пултартăр? терĕ. Çакна илтсессĕн эпĕ ÿпне ÿкрĕм.

(12) Çакна хирĕç эпĕ çапла каларăм: çылăха кĕрсе пурăниччен, мĕншĕн асапланнине пĕлмесĕр пурăниччен эпир пачах та пулманни аванрах пулнă пулĕччĕ, терĕм.

(13) Ангел вара мана çапла хуравласа каларĕ: акă эпĕ хир вăрманне кайрăм та канаш тăвакан йывăçсене куртăм.

(14) Вĕсем: килĕр, тинĕсе хирĕç вăрçăпа каяр, çапла вăл пирĕн умран чакса кайтăр та, эпир унта хамăр валли тата урăх вăрмансем те ÿстерĕпĕр, тесе калаçатчĕç.

(15) Çавăн пекех тинĕс хумĕсем те канаш тунă: килĕр, çĕкленсе тухар та хир вăрманĕсене çĕнсе илер, хамăр валли унта та вырăн хушар, тенĕ вĕсем.

(16) Анчах вăрман шухăшлани кăлăхах пулнă, мĕншĕн тесессĕн вут-çулăм килнĕ те ăна çунтарса янă.

(17) Çавăн пекех тинĕс хумĕсен шухăшĕ те пăчланнă: вĕсенĕн çулне хăйăр хÿсе пÿлсе лартнă.

(18) Эхер те эсĕ çавсенĕн тÿри пулнă пулсассăн, кама тÿрре кăларăттăн, кама айăпланă пулăттăн? терĕ.

(19) Эпĕ çапла хуравларăм: чăнахах та, вĕсен шухăшĕ ниме юрăхсăр, мĕншĕн тесессĕн вăрмана çĕр панă, тинĕсĕн те хăйĕн хумĕсене хăвалама вырăн пур, терĕм.

(20) Вăл мана çапла хуравласа каларĕ: тĕрĕс каларăн эсĕ; мĕншĕн-ха эсĕ хăвăн пирки çакăн евĕрлĕ шухăшламарăн?

(21) Вăрмана çĕр панă пек, хумсене тинĕс панă пек, çĕр çинче пурăнакансем ĕнтĕ çĕр çинчине ăнланма пултараççĕ; тÿпере пурăнакансем çеç çÿлти тÿперине ăнланма пултараççĕ, терĕ.

(22) Эпĕ вара çапла хуравласа каларăм: эй хуçамăм, йăлăнатăп сана, апла мĕншĕн-ха мана ăспуç панă?

(23) Эпĕ Санран çÿлти çинчен мар, хамăр патăмăрта куллен пулса иртекенни çинчен çеç ыйтасшăнччĕ: мĕншĕн-ха Израиль суя тĕнлисен мăшкăлĕ пулса пурăнать? мĕншĕн-ха Эсĕ юратнă халăха çылăхлă ăрусене панă? мĕншĕн аттемĕрсен саккунне нимĕн вырăнне те хумаççĕ? мĕншĕн-ха унччен çырса хунă халалсене халĕ пăрахăçа кăларнă?

(24) Мĕншĕн ку тĕнчерен эпир хĕрлĕ шăрчăк пек куçса каятпăр? мĕншĕн пирĕн пурăнăç пăс пек çухалать, эпир ĕнтĕ хĕрхенĕве тивĕçсĕр çынсем пулса тăтăмăр.

(25) Вăл пирĕншĕн, Хăйĕн ячĕпе хисепленекенсемшĕн, мĕн тăвĕ-ши? эпĕ çакăн çинчен ыйтрăм, терĕм.

(26) Вăл вара мана çапла хуравларĕ: мĕн чухлĕ ытларах пурăнăн, çавăн чухлĕ ытларах хăват курăн, мĕншĕн тесессĕн ку тĕнче хăйĕн вĕçнелле хăвăрттăн васкать,

(27) тÿрĕ çынсем хăйсене малашне пама пулнине пурăннă чухне илме пултараймаççĕ, мĕншĕн тесессĕн ку тĕнче суялăхпа, усал ĕçпе тулса ларнă.

(28) Эсĕ манран мĕн çинчен ыйтни пирки вара сана çакна калатăп: усаллăха акса хăварнă, анчах ăна вырас вăхăт çитмен-ха.

(29) Çавăнпа та мĕн акнине вырса тухмасăр, усаллăха акнă вырăна пăрахăçламасăр ыррине акнă вырăн килмĕ:

(30) усал вăрлăхăн пĕрчине чи малтан Адам чĕрине акса хăварнă — ку таранччен вăл мĕн чухлĕ çылăхлă ĕç туса тултарман пулĕ, авăн çапма вăхăт çитичченех çапла туса тăрĕ!

(31) Хăвах шухăшласа пăх, усал вăрлăх пĕрчи мĕн чухлĕ усал çимĕç кÿнĕ ĕнтĕ!

(32) Унăн имсĕр-сумсăр пучахне вырса илсессĕн, çакăн валли мĕн пысăкăш йĕтем кирлĕ пулĕ! терĕ.

(33) Эпĕ унран ыйтрăм: мĕнле тата хăçан пулĕ-ши ку? мĕншĕн пирĕн ĕмĕр кĕске те телейсĕр? терĕм.

(34) Вăл çапла каларĕ: эсĕ Çÿлти Турăран та ытларах васкамастăн-и, анчах эсĕ хăвăншăн васкатăн, Çÿлти Турă вара пуриншĕн те васкать.

(35) Тÿрĕ çынсен чунĕсем те хăйсем хупăнса тăнă вырăнта çакăн çинченех ыйтман-и-ха: «эпир хăçанччен кунта пулăпăр? хамăра тивĕçлине хăçан илĕпĕр-ши эпир?» темен-и?

(36) Иеремиил Архангел вĕсене çакăн çинчен çапла хуравларĕ: «сирĕн евĕрлисен шучĕ тулса çитсен пулĕ ку: Çÿлти Турă çак ĕмĕре тарасапа виçнĕ ĕнтĕ,

(37) вăхăта виçепе виçнĕ, сехетсене хисеппе шутласа кăларнă — палăртнă виçе тулмасăр вăхăта шутармĕ те, васкатмĕ те» терĕ.

(38) Эпĕ вара ăна çапла хуравласа каларăм: эй Çÿлхуçа Патша! Эпир пурте çылăх айне пулнă.

(39) Тен, пире пула, çĕр çинче пурăнакансен çылăхĕсене пула тÿрĕ çынсене сăвăрас вăхăт вăрахланĕ, терĕм.

(40) Çакна хирĕç вăл мана çапла хуравларĕ: пыр, çийĕнче пур хĕрарăмран ыйт: тăхăр уйăх тулсан, унăн варĕ ачана хăйĕнче тытса тăма пултараять-и? терĕ.

(41) Эпĕ: çук, пултараймасть, хуçамăм, терĕм. Вара вăл мана каларĕ: çĕр тĕпĕнче чунсем тăракан вырăн та хĕрарăм варĕ пекех.

(42) Çуратакан хĕрарăм ыратнине часрах ирттерсе ярас тесе çуратма васканă пек, çав вырăн та хăйне пуçламăшĕнчех шанса панине каялла пама васкать.

(43) Апла сана ху курас тенине кăтартĕç, терĕ.

(44) Эпĕ çапла хуравларăм: эхер те эпĕ санăн умăнта ырăлăх тупрăм пулсассăн, эхер те çавăн пек пулма май пулсассăн, эпĕ çавна юрăхлă пулсассăн,

(45) кăтарт мана: килесси иртнинчен пысăкрах-и е мĕн пулнийĕ пулассинчен пысăкрах-и?

(46) Эпĕ иртсе кайнине пĕлетĕп, мĕн килессине пĕлместĕп, терĕм.

(47) Вăл мана каларĕ: сылтăм енне тăр та, эпĕ сана ытарăш пĕлтерĕшне ăнлантарса парăп, терĕ.

(48) Эпĕ тăтăм та — куртăм: акă ман умăмран çунакан кăмака иртсе пырать, çулăм иртсе кайрĕ те, куртăм эпĕ: тĕтĕм анчах тăрса юлчĕ.

(49) Çакăн хыççăн ман умăмран пĕлĕт, шывпа тулнă пĕлĕт, шуса иртрĕ, ĕнтĕ вăйлă çумăр çурĕ; анчах çумăрĕ часах чарăнчĕ те, тумлам анчах ÿккелесе тăчĕ.

(50) Вара вăл мана каларĕ: шухăшла пуçупа: çумăр тумламран пысăкрах пулнă пек, çулăм тĕтĕмрен пысăкрах пулнă пек, иртнин виçи те пысăкрах, ĕнтĕ тумлампа тĕтĕм анчах юлчĕ, терĕ.

(51) Вара эпĕ ăна йăлăнса каларăм: сан шутупа, эпĕ çав кунсем çитиччен пурăнăп-и? Камсем пурăнĕç çав кунсенче? терĕм.

(52) Çакна хирĕç вăл çапла хуравласа каларĕ: эсĕ ыйтакан паллăсем çинчен эпĕ сана кăштах калама пултаратăп, анчах санăн пурăнăçу çинчен калама яман мана, тата ун çинчен пĕлместĕп те, терĕ.

5

(1) Паллăсем пирки çапла калатăп: çĕр çинче пурăнакансене нумайăшне сехĕрленÿ ярса илĕ, ун чухне чăнлăх çулĕ хупăнĕ, тĕнчере ĕненÿ чакĕ,

(2) вара эсĕ халĕ курса тăракан, илтессе те тахçанах илтнĕ тÿрĕмарлăх ÿссе кайĕ.

(3) Халĕ пуç пулса тăракан çĕршыва çаратса хăварĕç, çынсем вăл пушхир пулса юлнине курĕç.

(4) Эхер те Çÿлти Турă сана çав вăхăтчен пурăнса çитме парсассăн, виççĕмĕш тапхăр хыççăн эсĕ вăйлă пăлхану курăн: çĕр варринче сасартăк хĕвел çутатса ярĕ, кăнтăрла уйăх тухĕ;

(5) йывăç çинчен юн тумласа тăрĕ, ĕнтĕ чул та сас парĕ, халăхсем пăлханĕç, çăлтăрсем хăйсен çулне улăштарĕç.

(6) Ун чухне çĕр çинче пурăнакансем кĕтменскерĕ патшара ларĕ, вĕçен кайăксем урăх вырăна вĕçсе кайĕç.

(7) Содом тинĕсĕ пулла сирпĕнтерсе кăларĕ, çĕрле нумайăшĕ пĕлмен сасă илтĕнĕ; анчах унăн сассине пурте илтĕç.

(8) Нумай çĕрте пăлхав пула-пула иртĕ, тÿперен тăтăшах вут-çулăм анĕ; тискер кайăксем хăйсем пурăнакан вырăна улăштарĕç, çуратма пултаракан хĕрарăмсем хăрушă чĕрчунсем çурата-çурата парĕç.

(9) Пылак шывсем тăварланĕç, туссем пĕр-пĕрне хирĕç тăрĕç; ун чухне ăс çухалĕ, ăс-хакăл хăйĕн управăшне кайса пытанĕ.

(10) Нумайăшĕ ăна шырĕ те — тупаймĕ, вара çĕр çинче тÿрĕмарлăхпа чарусăрлăх ÿссе кайĕ.

(11) Пĕр çĕршыв кÿршĕри тепĕр çĕршывран: «сан çийĕн тÿрĕлĕх е тÿрĕ пурăнакан çынсем иртсе каймарĕç-и?» тесе ыйтĕ. Лешĕ: «çук» тейĕ.

(12) Çав вăхăтра çынсем ĕмĕтленсе-шанса тăрĕç — кĕтни пулаймĕ, ĕçлĕç — ăнăçу пулмĕ.

(13) Сана çак паллăсем çинчен калама ирĕк панă мана, анчах хальхи пекех тепре йĕре-йĕре кĕлтусассăн, çичĕ кун типĕ тытсассăн, кунтан ытларах та илтейĕн, терĕ Ангел.

(14) Вара эпĕ вăрантăм — ÿтĕм-пĕвĕм сиксе чĕтретчĕ, чунăм та, вĕçне çитнĕ пек, йăлт халран кайнăччĕ.

(15) Анчах хам патăма килнĕ Ангел мана пулăшрĕ, мана вăй кĕртрĕ, ура çине тăратрĕ.

(16) Унтан çапла пулчĕ: иккĕмĕш каçхине ман патăма халăха ертсе пыракан Фалтиил килчĕ те çапла ыйтрĕ: ăçта пулнă эсĕ, мĕншĕн сăну ытла та хурлăхлă санăн?

(17) Эсĕ пĕлместĕн-им, хăйне куçарса кайнă çĕршывра Израиле сана шанса панă.

(18) Апла тăр та апат ларса çи — пире, кĕтÿçĕ хăйĕн кĕтĕвне пăрахса хăварнă пек, усал кашкăрсен аллине пăрахса ан хăвар, терĕ.

(19) Эпĕ ăна: кай ман çумран, çичĕ кун хушши ман патăма ан çывăхар, ман патăма çавăн хыççăн çеç кил, терĕм; вăл, çакна илтсен, манран пăрăнса кайрĕ.

(20) Эпĕ вара, Уриил ангел хушнă пек, йĕрсе те хуйхăрса, çичĕ кун типĕ тытрăм.

(21) Çичĕ кун хыççăн та ăшăмри шухăшăмсем маншăн каллех çав тери йывăр пулчĕç;

(22) анчах эпĕ йăл илтĕм те каллех Çÿлти Турă умĕнче калаçма пуçларăм,

(23) ĕнтĕ çапла каларăм: эй Çÿлхуçа Патша! Эсĕ çĕр çинчи мĕнпур вăрмантан, çĕр çинчи мĕнпур йывăçран иçĕм çырли йывăççине çеç суйласа илнĕ;

(24) Эсĕ пĕтĕм çĕртен пĕр айлăма çеç суйласа илнĕ, тĕнчери мĕнпур чечекрен лилие çеç суйласа илнĕ;

(25) Эсĕ мĕнпур тĕпсĕр тинĕс шывĕнчен пĕр юханшыва çеç тултарнă, туса лартнă мĕнпур хуларан Хăвна валли Сиона çеç тасалăх тивлечĕ кÿнĕ;

(26) Ху пултарнă мĕнпур вĕçен кайăкран кăвакарчăна çеç Хăвăн тесе каланă, Ху пултарнă мĕнпур выльăхран Хăвна валли сурăха çеç суйласа илнĕ;

(27) нумай йышлă мĕнпур халăхсенчен Эсĕ Хăвна валли пĕр халăха çеç суйласа илнĕ, ăна юратнă, ăна пурне те юрăхлă саккун панă.

(28) Халĕ вара, эй Çÿлхуçамăм, мĕншĕн-ха пĕртен-пĕррескерне ыттисене сутрăн, пĕр тымара ытти тымарсенчен ытларах сивлерĕн, мĕншĕн Хăвăн пĕртен-пĕр халăхна ытти халăхсем хушшине салатса ятăн?

(29) Эсĕ пама пулнине хирĕçлекенсем Санăн халална ĕненекенсене нимĕн вырăнне те хумарĕç.

(30) Ĕнтĕ Эсĕ Хăвăн халăхна çав териех курайми пулса çитнĕ пулсассăн, вăл ĕнтĕ хасине те Санăн аллунтан тÿстĕрччĕ, терĕм.

(31) Çак сăмахсене каланă чухне ман патăма унччен çĕрле килнĕ Ангела ярса пачĕç,

(32) вăл мана каларĕ: итле мана — эпĕ сана вĕрентĕп; тăнла мана — эпĕ сана ытларах та каласа кăтартăп, терĕ.

(33) Эпĕ: кала, хуçамăм, терĕм те, вăл мана каларĕ: Израиль çинчен тинкерлĕ ăсупа шухăшласа эсĕ ытла та шала кĕрсе кайнă; ара, эсĕ Израиле ăна Пултараканран та ытларах юрататăн-им? терĕ.

(34) Çук, хуçамăм, терĕм эпĕ, хĕн-асапăм пысăк пулнăран каларăм. Çÿлти Туррăн çулне пĕлес, Унăн сучĕн пĕр пайне те пулин ăнланса илес тесе тăрăшнă чухне эпĕ яланах пĕтĕм ăшăм-чиккĕмпе асапланатăп, терĕм.

(35) Вăл: пултараймастăн, терĕ. Эпĕ çапла ыйтрăм: мĕншĕн пултараймастăп-ха, хуçамăм? Иакова тертлентернине, Израиль йăхне хавшатса çитернине куриччен манăн çуралмалла та марччĕ, аннемĕн варĕ маншăн тупăк пулни аванрахчĕ, терĕм.

(36) Вара вăл мана каларĕ: килсе çитменнине шутласа пар-ха мана, сапаланнă тумламсене пуçтарса пар, хăрнă чечексене чĕртсе тăрат;

(37) питĕрсе лартнă управăшсене уç та унта хупнă çилсене кăларса яр, мана тата сасă сăнне кăтарт, вара эпĕ сана ху курас тесе тĕмсĕлнине кăтартăп, терĕ.

(38) Эпĕ çапла хуравларăм: эй Çÿлхуçа Патша! кам пĕлме пултарĕ çакна? çынсемпе пĕрле пурăнманскерĕ пулсан çеç.

(39) Эпĕ вара ăссăр, Эсĕ манран мĕн ыйтнийĕ çинчен эпĕ мĕнле калаçма пултарăп? терĕм.

(40) Вăл мана каларĕ: халĕ каланине нихăшне те тума пултарайман пек, эсĕ Манăн сутăма та, Эпĕ халăхăма пама пулнă юратăвăн чиккине те пĕлме пултараймастăн, терĕ.

(41) Эпĕ çапла хуравларăм: акă ĕнтĕ, Çÿлхуçамăм, Эсĕ тĕнче пĕтнĕ тĕле чĕрĕ юлнисене çывăх, манран малтан пулнисем е эпир хамăр, е пирĕн хыççăн килекенсем мĕн тăвăпăр вара? терĕм.

(42) Вăл мана каларĕ: Манăн сутăм кăшăл евĕрлĕ пулĕ; юлашкисем кая юлмĕç, малтанхисем мала тухмĕç, терĕ.

(43) Эпĕ çапла хуравласа каларăм: малтан пултарнисене те, халĕ пурăнаканнисене те, ÿлĕм пулассисене те Эсĕ пĕрле пуçтарса çыхăнтараймăн-и, çапла вĕсене хăвăн суту çинчен хăвăртрах пĕлтерме пултараймăн-и? терĕм.

(44) Вăл мана хуравларĕ: мĕн пултарнийĕ хăйне Пултаракана васкатма пултараймĕ, çак тĕнче те ÿлĕмрен пултарассине пурне те пĕрле шăнăçтараймĕ, терĕ.

(45) Вара каларăм эпĕ: мĕнле-ха апла, Эсĕ Хăвăн чуруна каланă-çке: Хăв мĕн пултарнине пурне те пĕр вăхăтра чĕртсе тăратма пулнă; çавăн чухне вĕсем пурте тĕнчене шăнăçма пултараяççĕ пулсассăн, апла халь пурăнакансем те пурте шăнăçмалла-çке, терĕм.

(46) Вăл мана каларĕ: хĕрарăмран ыйт, кала ăна: эсĕ вунă ача çурататăн пулсан, мĕншĕн-ха вăхăтăн-вăхăтăн çурататăн вĕсене? те, эсĕ ăна вуннăшне те пĕр харăс çуратса пама ыйт, терĕ.

(47) Эпĕ ăна: ун пек майĕ çук, пурин те хăйĕн вăхăчĕ пулмалла, терĕм.

(48) Вăл вара мана каларĕ: Эпĕ те çĕр варне мĕн акнине хăйĕн вăхăтĕнче çитĕнмелле тунă.

(49) Пĕчĕк ача çуратма пултарайман пек, ватăлнă хĕрарăм урăх çуратма пултарайман пек, Эпĕ те Хам пултарнă тĕнчене çапла пайланă, терĕ.

(50) Вара эпĕ Унран çапла ыйтрăм: Эсĕ мана калама ирĕк патăн, апла эпĕ калатăп: Эсĕ мана каланă аннемĕр çаплах çамрăк-и-ха е ватлăхалла çывăхарса пырать-и?

(51) Вăл мана çапла каларĕ: çакăн çинчен çуратаканран ыйт, вăл калĕ сана.

(52) Кала ăна: «эсĕ халĕ çуратакан ачусем мĕншĕн ĕлĕкрех çуралнисем пек мар, мĕншĕн вĕсем пĕвĕпе пĕчĕкрех?» те.

(53) Вăл сана çапла калĕ: «пĕрисене эпĕ çамрăк вăйăм çирĕп чухне çуратнă, тепĕрисене вара ватлăх çитеспе, варăм хăйĕн вăйне çухатма пуçласан, çуратнă» тейĕ.

(54) Шухăшла хăвах: эсир халĕ кÿлепепе хăвăртан маларах çуралнисенчен пĕчĕкрех;

(55) сирĕн хыççăн çуралакансем вара сирĕнтен те пĕчĕкрех пулĕç, мĕншĕн тесессĕн пултарнă япаласем ватăлса пыраççĕ, яшлăх çирĕплĕхĕ иртсе кайнă, терĕ.

(56) Эпĕ ĕнтĕ çапла каларăм: хуçамăм, тархасласах ыйтатăп: эхер те эпĕ Сан умăнта ырăлăх тупрăм пулсассăн, Хăв пултарнă тĕнчене кам урлă сут тунине кăтартсамччĕ Хăвăн чуруна, терĕм.

6

(1) Вара Вăл мана каларĕ: çĕр чăмăрне пултаричченех, тĕнче чиккине палăртичченех, çилсем вĕрме пуçличченех,

(2) аслати сасси илтĕничченех, çиçĕм çиçме пуçличченех, рай никĕсĕ çирĕпленичченех,

(3) хÿхĕм чечексем курăничченех, çăлтăрсенĕн çулне йĕркелекен вăйсем çирĕпленичченех, ангелсен имсĕр-сумсăр çарĕсем пуçтарăничченех,

(4) çÿллĕ тÿпене пултаричченех, тÿпепе çĕр чиккине палăртичченех, Сион никĕсне çирĕплетичченех,

(5) çак ĕмĕр пуçланса кайичченех, çылăхлисен усал шухăшĕсене уйăрса иличченех, ĕненĕве чи хаклă мула упранă пек тытса тăракансем çине пичет пусичченех

(6) Эпĕ пултарма шухăшларăм та — пурне те никам урлă та мар, пĕр Эпĕ Хам пултартăм; çавăн пекех вĕçĕ те никамран та мар, Манранах пулĕ, терĕ.

(7) Эпĕ каларăм: вăхăта мĕнле пайланă, малтанхи вăхăтăн вĕçĕ хăçан, юлашки вăхăтăн пуçламăшĕ хăçан? терĕм.

(8) Вăл мана каларĕ: Авраамран пуçласа Исаака çити; Исаакран вара Иаковпа Исав çуралнă, Иаков алли пуçламăшĕнчех Исав ури тупанĕнчен тытса тăнă.

(9) Ку ĕмĕр вĕçĕ — Исав, тепĕрин пуçламăшĕ вара — Иаков.

(10) Этем алли — ун пуçламăшĕ, вĕçĕ вара — ури тупанĕ. Ездра, Манран урăххи çинчен ан ыйт, терĕ.

(11) Эпĕ Ăна çапла хуравласа каларăм: эй Патша Турă! эхер те эпĕ Сан умăнта ырăлăх тупрăм пулсан,

(12) йăлăнатăп Сана, Хăвăн чуруна çĕркаç кăтартнă паллăсене ыттине те кăтартсамччĕ, терĕм.

(13) Вăл мана çапла хуравласа каларĕ: уру çине тăр та шавлă сасса итле,

(14) çĕр чĕтренес пулсан та эсĕ тăракан вырăн хускалмĕ те.

(15) Вăл каланă чухне эсĕ тăракан вырăн вăйлă чĕтренме пуçласассăн, эсĕ ан сехĕрлен; сăмах ĕнтĕ — тĕнче пĕтесси çинчен, çĕр никĕсĕ çакна ăнланĕ,

(16) сăмах хăй çинчен пынине пĕлсен, çĕр чĕтренĕ, силленĕ, мĕншĕн тесессĕн çĕр никĕсĕ ĕмĕр вĕçĕнче улăшăнать, терĕ.

(17) Вара çапла пулчĕ: сасă илтĕнсессĕн, эпĕ ура çине тăтăм та тăнларăм — акă

калаçакан сасă, шавĕ унăн — вăйлă шыв кĕрленĕ пек,

(18) çапла каларĕ: акă Эпĕ çĕр çинче пурăнакансене пырса пăхас кунсем çитсе килеççĕ, Эпĕ çывăхарнăçемĕн çывăхаратăп;

(19) ун чухне Эпĕ хăйсен тÿрĕмарлăхĕпе усал ĕç тунисенчен шыраса илĕп, Сион ун чухне виçи туличчен мăшкăл курĕ,

(20) ун чухне, иртекен ĕмĕре пичет пуснă чухне, Эпĕ кăтартакан паллăсем çаксем пулĕç: тÿпе умĕнче кĕнекесем уçăлса кайĕç те, вĕсене пурте курĕç;

(21) çулталăкри ачасем калаçма пуçлĕç, çире пур хĕрарăмсем хăйсен аталанса çитеймен ачисене виçĕ-тăватă уйăхранах çурата-çурата парĕç, ачисем çапах та чĕрĕ юлĕç, тĕреклĕленĕç;

(22) акса хăварнă хирсем кĕтмен çĕртен акман хирсем пулса тăрĕç, тулли кĕлетсем пуш-пушă пулĕç;

(23) ун хыççăн трупа шавлăн кăшкăртса ярĕ те, çавна илтсессĕн, пурте сасартăках сехĕрленсе ÿкĕç.

(24) Ун чухне çапла пулĕ: туссем пĕр-пĕрне хирĕç, тăшмансем пек, вăрçă кăралĕпе тухĕç, пĕтĕм çĕр, çĕр çинче пурăнакансем пурте хăраса ÿкĕç, çăлкуçсен çулĕсем чарăнса ларĕç те виçĕ сехет хушши юхмасăр тăрĕç.

(25) Эпĕ сана пĕлтернĕ çак пулас ĕçсем хыççăн чĕрĕ юлакан хăй те çăлăнĕ тата Эпĕ çăлнине те, Эпĕ пултарнă тĕнче пĕтнине те курĕ.

(26) Вĕсем Эпĕ Хам патăма илнĕ çынсене, хăйсем çуралнăранпа вилĕме пĕлменнисене, курĕç, вара пурăнакансен чĕри улăшăнĕ те, вĕсен туйăмĕсем урăхланĕç:

(27) ĕнтĕ усаллăх пĕтĕ, ултав çухалĕ;

(28) ĕненÿ чечекленсе çĕкленĕ, аскăнлăха çĕнтерĕç, нумай вăхăт хушши çимĕç кÿмесĕр тăнă чăнлăх çитĕ, терĕ.

(29) Вăл манпа калаçнă чухне акă эпĕ тăракан вырăн майĕпен-майĕпен чĕтренме пуçларĕ.

(30) Вăл мана каларĕ: эпĕ сана çакна килес каç кăтартма килĕп.

(31) Çапла вара, эсĕ каллех кĕлтусассăн, каллех çичĕ кун хушши типĕ тытсассăн, эпĕ сана кăнтăрла тата ытларах та кăтартăп:

(32) санăн сассуна Çÿлти Турă патĕнче илтнĕ; Тĕрекли санăн тÿрĕ ĕçне, эсĕ мĕн çамрăкран упранă тасалăхна курнă.

(33) Çавăнпа Вăл мана çакна пĕтĕмпех сана кăтартма тата «ĕненсе пурăн, ан хăра» тесе калама ячĕ;

(34) малтанхи вăхăтпа çыхăнтарса ниме тăманни çинчен шухăшлама ан васка, çапла санăн юлашки вăхăт çинчен çавăн пекех васкаса шухăшламалла ан пултăр, терĕ.

(35) Çакăн хыççăн эпĕ каллех куççулĕ юхтарса кĕлтурăм, çавăн пекех çичĕ кун типĕ тытрăм — хама хушнă виçĕ эрнене вырăна килтерес терĕм.

(36) Саккăрмĕш каçхинех ман чĕрем çĕнĕрен хускалчĕ те, эпĕ Çÿлти Турă умĕнче калаçма пуçларăм:

(37) ĕнтĕ ăшăм вут-çулăмла хыпса илчĕ, чунăм та çунать.

(38) Вара каларăм эпĕ: эй Çÿлхуçамăм! Эсĕ тĕнчене пултарма пуçласанах каланă; малтанхи кун: «тÿпепе çĕр пултăр» тенĕ, вара Санăн сăмаху пурăнăçланнă ĕç пулса тăнă.

(39) Çавăн чухне Сывлăш вĕçсе çÿренĕ, йĕри-тавра сĕмлĕх те шăплăх тăнă: çынна пултарман пулнă-ха.

(40) Вара Эсĕ Хăвăн ĕçÿ курăнтăр тесе Хăвăн управăшунтан çутта тухма хушнă.

(41) Иккĕмĕш кунхине Эсĕ тĕрек ангелне пултарнă, ăна шыва пайлама, шывран шыва уйăрма хушнă, пĕр пайĕ çÿлелле çĕклентĕр, ыттийĕ вара аялтах юлтăр тенĕ.

(42) Виççĕмĕш кунхине Эсĕ шывсене çĕрĕн çиччĕмĕш пайĕнче пуçтарăнса тăма хушнă, çĕрĕн ултă пайне типĕтнĕ, ун çинче Сан умăнта вăрлăх акса тырăпулă тума ĕçлемелле пулнă.

(43) Эсĕ Хăвăн сăмахна каланă çеç, çавăнтах ĕç пулса тăнă;

(44) сасартăках имсĕр-сумсăр çимĕç, тĕрлĕ-тĕрлĕ тутăллисем тата калама çук ырă шăршăллă, хÿхĕмрен те хÿхĕм тĕслĕ чечексем пулса тăнă: çакна пурне те виççĕмĕш кунхине пултарнă.

(45) Тăваттăмĕш кунхине Эсĕ хĕвеле çиçсе ялкăшма, уйăха çутатма, çăлтăрсене хăйсен вырăнне вырăнаçса тухма хушнă,

(46) тата вĕсене пултарма палăртнă этемшĕн ĕçлесе тăма хушнă.

(47) Пиллĕкĕмĕш кунхине Эсĕ шыв пуçтарăнса тăракан çĕрĕн çиччĕмĕш пайне чĕрчунсем, вĕçен кайăксем, пулăсем тума каланă, çапла пулса тăнă та.

(48) Чунсăр-чĕмсĕр шыв, Турă хушнипе, чĕрĕ чунсем туса кăларнă, çынсенĕн пур ăрăвĕ те Санăн тĕлĕнмелле ĕçÿсене пĕлтерсе тăччăр тенĕ.

(49) Çавăн чухне Эсĕ икĕ чĕрчуна сыхласа хăварнă: пĕри — бегемот теекенскер, тепĕри — левиафан.

(50) Эсĕ вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрнă, мĕншĕн тесессĕн шыв пуçтарăнса тăракан çĕрĕн çиччĕмĕш пайĕ вĕсене иккĕшне пĕрле йышăнма пултарайман.

(51) Бегемот теекенскерне Эсĕ виççĕмĕш кунхине типĕтнĕ çĕрĕн пĕр пайне панă, вăл çавăнта, пин-пин сăрт-туллă вырăнта, пурăнтăр тенĕ;

(52) левиафана шывăн çиччĕмĕш пайне панă та ăна сыхласа хăварнă; Ху кама çитерес тетĕн, хăçан çитерес тетĕн, вĕсем çавна валли апатлăх пулччăр тенĕ.

(53) Улттăмĕш кунхине вара Эсĕ çĕре выльăх-чĕрлĕх, тискер кайăксем, çĕленкалта тума хушнă;

(54) вĕсем хыççăн вара Эсĕ Адама пултарнă, ăна Ху пултарнă мĕнпур чĕрĕ чунăн хуçи пулма лартнă, эпир ĕнтĕ пурсăмăр та — Ху суйласа илнĕ халăх — унран пуçланса кайнă.

(55) Эй Çÿлхуçамăм, эпĕ çакна Сан умăнта Эсĕ пĕрремĕш тĕнчене пирĕн валли пултарнă тенĕрен каларăм.

(56) Адамран пулса кайнă ытти халăхсем пирки Эсĕ: вĕсем — нимĕн те мар, сурчăк евĕрлĕскерсем анчах, тенĕ, вĕсен пысăк йышне Эсĕ савăтран тумласа тăракан тумламсемпе танлаштарнă.

(57) Халĕ вара, эй Çÿлхуçамăм, Эсĕ нимĕн вырăнне те хуман çак халăхсем пире тытса тăма пуçларĕç, пире çисех яраççĕ.

(58) Эпир — Санăн халăху, Эсĕ Ху ăна Манăн малтанхи, пĕртен-пĕр, чунтан парăннă савнă халăхăм тенĕскер — вĕсен аллине кĕрсе ÿкрĕмĕр.

(59) Эхер те çак тĕнчене пирĕн валли тунă пулсассăн, мĕншĕн-ха эпир ăна еткере илейместпĕр? Хăçанччен пырĕ-ши ку?

7

(1) Эпĕ çак сăмахсене калама чарăнсассăн, ман патăма, малтанхи каçсенчи пекех, ятарласа янă Ангел килчĕ,

(2) каларĕ вăл: Ездра, тăр та эпĕ сана калама килнĕ сăмаха итле, терĕ.

(3) Эпĕ: кала, хуçамăм, терĕм. Вăл мана каларĕ: калăпăр, тинĕс тарăн та вĕçĕ-хĕррисĕр пулмашкăн анлă вырăнта вырăнаçнă;

(4) анчах унта кĕмелли вырăн юханшыв евĕрлех ансăр.

(5) Тинĕсе кĕрес, ăна курас е унпа хуçаланас теекен çын çав тăвăр тĕлтен иртмесĕр анлă тĕле епле çитме пултарĕ?

(6) Е тата çавăн евĕрлиех: хулана тÿрем вырăна туса лартнă, пур тĕрлĕ ырăлăхран тулăх хăй;

(7) анчах унта кĕме тăвăр, хули тата чăнкă çĕрте вырăнаçнă, унăн сылтăм енче — вут-çулăм, сулахай енче — тарăн шыв.

(8) Вĕсем хушшинче, вут-çулăмпа шыв хушшипе ĕнтĕ, пĕртен-пĕр сукмак çеç тăсăлса выртать, сарлакăшĕ этем ури лаппинчен ытла мар.

(9) Эхер те çак хулана çынна еткерлĕхе парас пулсассăн, эхер те çынни çулĕ çинчи хăрушлăхсенчен нихăçан та иртеймест пулсассăн, хăйĕн еткерлĕхне мĕнле илейĕ-ха вăл? терĕ.

(10) Эпĕ: çапла çав, хуçамăм, терĕм. Вăл мана каларĕ: Израиль шăпи те çавăн евĕрлĕ.

(11) Вĕсем валли Эпĕ тĕнче пултартăм; анчах Адам Эпĕ хунă йĕркесене пăснă та мĕн пултарнине айăпламалла тунă.

(12) Вара çак тĕнче çулĕсем тăвăрланчĕç, вĕсемпе çÿреме асаплă, ĕшенчĕклĕ, хĕсĕк, ултавлă, инкек-синкеклĕ, нумай вăй хумалла.

(13) Çитес тĕнче çулĕсем вара анлă, шанчăклă, вĕсем вилĕмсĕрлĕх патне илсе каяççĕ.

(14) Эппин, халĕ пурăнаканнисем çав тăвăрлăха тата инкек-синкеклĕхе кĕмесессĕн хатĕрлесе хунине илеймĕç.

(15) Хăв çĕрмелле пулнăшăн мĕншĕн хурланатăн, вилмелле пулнăшăн мĕншĕн пăлханатăн?

(16) Мĕншĕн санăн чĕрÿ пулассине хапăл тумарĕ, паян пуррине хапăл турĕ? терĕ Вăл.

(17) Эпĕ хуравласа каларăм: эй Çÿлхуçа Патша! акă Хăвăн саккунупа Эсĕ çитес тĕнчене тÿрĕ çынсене пама палăртнă, çылăхлисене пĕтерме палăртнă.

(18) Тÿрĕ çынсем, ырăлăх пуласса ĕмĕтленсе, тăвăррине тÿсĕç, усал пурăннисем вара, тăвăррине тÿснĕ пулсан та, ырăлăха кураймĕç, терĕм.

(19) Вара Вăл мана каларĕ: Турăран аслăрах тÿре çук, Çÿлти Турăран ытларах пĕлекен çук.

(20) Ку пурăнăçра нумайăшĕ пĕтет, мĕншĕн тесессĕн хăйсене панă Турă саккунĕ çинчен шутламаççĕ.

(21) Турă, Хăй патне пыракансем пырсассăн, вĕсене хытарса каланă, мĕнле пурăнсассăн чĕрĕ пулассине, мĕне уясассăн хаса тÿсмесĕр юлассине пĕлтернĕ.

(22) Анчах вĕсем итлемерĕç, Ăна хирĕç тăчĕç, тĕппипех хăйсен ниме тăман шухăш-кăмăлне парăнчĕç.

(23) Çылăха кĕртекен илĕртÿ хыççăн кайрĕç, Çÿлти Турă çинчен: «Вăл çук» терĕç, Унăн çулĕсене пĕлме тăрăшмарĕç,

(24) Унăн саккунне вырăна хумарĕç, Вăл тупа туса пама пулнине йышăнмарĕç, Вăл хунă йăла-йĕркене ĕненмерĕç, Унăн ĕçĕсене туса тăмарĕç.

(25) Çавăнпа ĕнтĕ, Ездра, пушăскерсене — пушши, туллискерсене — тулли.

(26) Акă вăхăт çитĕ: Эпĕ сана малтанах пĕлтерсе хунă паллăсем çитĕç, вара халĕ пытарăнса тăракан хула курăнса кайĕ, халĕ курăнман çĕр те курăнĕ.

(27) Вара кашниех, малтан шута илсе тухнă усал ĕçĕсенчен тасалса çитнĕскер, Манăн хăватăмсене хăех курĕ.

(28) Ĕнтĕ Ман Ывăлăм Христос Хăй çумĕнчисемпе пĕрле курăнĕ, сыхланса юлнисем вара тăватçĕр çул савăнса пурăнĕç.

(29) Çав çулсем иртсессĕн, Ман Ывăлăм Христос тата сывлакан çынсем пурте вилĕç.

(30) Вара тĕнче чăн малтан мĕнле пулнă, çавăн евĕрлĕ, авалхилле, çичĕ куна шăпланĕ, вилмелли пĕтĕмпе вилĕ.

(31) Çав çичĕ кун хыççăн ĕнтĕ вилес тĕнче пулмĕ, çĕнĕ тĕнче çуралĕ.

(32) Вара çĕр хăй ăшĕнче çывăрса выртакансене, тăпра хăй айĕнче пĕр чĕнми выртакансене каялла парĕç, управăш вырăнсем те хăйсене шанса панă чунсене кăларса парĕç.

(33) Çавăн чухне Çÿлти Турă сут тăваканăн пуканĕ çине ларĕ те — хĕрхенесси пулмĕ, вăрах вăхăта пынă тÿсĕмлĕх вĕçленĕ.

(34) Сут çеç тăрса юлĕ, тÿрĕлĕх тĕреклĕленĕ, Турра ĕненни çирĕпленĕ.

(35) Унтан тавăру çитĕ: ырă ĕçсемшĕн те, усал ĕçсемшĕн те тивĕçлипе тавăрса парĕç, терĕ Вăл.

(36) Асап кÿлли уçăлĕ, ăна хирĕç канăçлăх вырăнĕ пулĕ; тамăк кăмаки курăнĕ, ăна хирĕç савăнăçлă рай пулĕ.

(37) Ун чухне вара Çÿлти Турă чĕрĕлсе тăнă халăхсене çапла калĕ: «пăхăр та хăвăр кама йышăнманнине, камăншăн ĕçлеменнине, камăн ÿкĕчĕсене уяманнине ăнланса илĕр.

(38) Хăвăр ума, унтан хирĕççине пăхăр: унта — ырăлăх та канăçлăх, кунта — вут-çулăм та асап». Çавă кун Вăл акă мĕнле калĕ.

(39) Çавă кун хĕвел те, уйăх та, çăлтăрсем те,

(40) пĕлĕт те, аслати те, çиçĕм те, çил те, çумăр та, тăман та, сĕмлĕх те, каç та, ир те,

(41) çулла та, çуркунне те, шăрăх та, хĕлле те, сивĕ те, пăр та, çумăр та, сывлăм та,

(42) кăнтăрла та, каç та, шурăмпуç та, ялкăшни те уяртни те, çутă та пулмĕ, Çÿлти Туррăн çути çеç çиçсе тăрĕ, çавна пула пурте хăйсем валли Турă мĕн палăртса хунине курĕç.

(43) Çакă çичĕ çул чухлĕ тăсăлĕ.

(44) Шанăн сутăм, унăн йĕрки çакăн пек. Эпĕ çакна пĕр сана çеç уçса патăм.

(45) Эпĕ çапла хуравласа каларăм: эпĕ каланăччĕ ĕнтĕ, халĕ те калатăп: Эсĕ мĕн хушнине пурăнăçласа пурăнакансем телейлĕ.

(46) Эпĕ çакăн çинчен тархасласа ыйтнăччĕ: халь пурăнакансенчен кам та пулин çылăх тумасăр пурăнакан тупăнать-и? е çĕр çине çуралнисенчен кам та пулин Санăн халална пăсманни тупăнать-ши?

(47) Халĕ ĕнтĕ куратăп: çитес ĕмĕр сахаллăшне ырăлăх парĕ, нумайăшне асап парĕ,

(48) мĕншĕн тесессĕн пирĕн ăшра усал чĕре ÿсрĕ те пире Турăран аяккалла илсе кайрĕ, пире пăсăклăх патне, вилĕм çулĕ патне илсе çитерчĕ, пире пĕтмĕш сукмакĕсене кăтартрĕ, пире пурăнăçран аяккалла илсе кайрĕ, çитменнине тата сахаллăшне мар, мĕн пултарнă этем пурте тенĕ пекех çапла пулчĕ, терĕм.

(49)Вйл мана çапла хуравласа каларĕ: итле Мана, Эпĕ сана ăс парăп, мĕн пуласси çинчен ăнлантарăп.

(50) Çавăнпа ĕнтĕ Турă пĕр тĕнче мар, икĕ тĕнче пултарнă.

(51) Эсĕ сăваплисем нумай мар, сахал, йĕркесĕр çынсем вара нумаййăн терĕн, ун пирки ĕнтĕ акă çакна итле:

(52) санăн хаклă чул питех те сахал пулсассăн, эсĕ ăна нумайрах тăвассишĕн унăн шутне тăхлан тата тăм хушмастăн-çке; тăхланпа тăм шутсăр нумай, терĕ.

(53) Эпĕ: хуçамăм, мĕнле апла пултăр-ха? терĕм.

(54) Вăл мана каларĕ: ку кăна мар-ха, эсĕ çĕртен ыйт, вăл каласа парĕ сана, йăвашшăн пыр ун патне, вăл каласа кăтартĕ сана.

(55) Ăна çапла калăн: «эсĕ ылтăн, кĕмĕл тата пăхăр тăватăн, çавăн пекех тимĕр, тăхлан тата тăм тăватăн» тейĕн.

(56) Кĕмĕлĕ ылтăнран нумайрах, пăхăрĕ кĕмĕлрен нумайрах, тимĕрĕ пăхăртан нумайрах, тăхланĕ тимĕртен нумайрах, тăмĕ тăхланран нумайрах.

(57) Халь хăвах шухăшласа пăх-ха: мĕскер хаклă, мĕскер хăй патне туртать — нумаййи-и е сайра тĕл пулаканни-и?

(58) Эпĕ çапла каларăм: эй Çÿлхуçа Патшамăм! Ытлашшипех тĕл пулаканни йÿнĕрех, сайрарах тĕл пулаканни хаклăрах, терĕм.

(59) Вăл мана çапла хуравласа каларĕ: ху мĕн каланине хăв ăшăнта виçсе-шутласа пăх: хĕнпе тупăннине тупса илнĕ çын ытлашшиех тĕл пулаканнине тупса илнĕ çынран ытларах савăнать.

(60) Эпĕ тума пулнă сут тĕлĕшпе те çавăн евĕрлĕ. Эпĕ çăлăнса юлнă сахаллăшне хавас пулăп, мĕншĕн тесессĕн вĕсем урлă Манăн ятăм мухтавланать, вĕсем çинче халех Манăн ятăм çырăннă.

(61) Эпĕ нумайăшĕ пĕтессишĕн пăшăрханмăп: вĕсем халех пăс евĕрлĕ, вĕсем вут-çулăмпа, тĕтĕмпе танлашаççĕ. Акă вĕсем хыпса илчĕç, çунчĕç те сÿнчĕç, терĕ.

(62) Эпĕ çапла хуравласа каларăм: ах, çĕр! ăс-тăн та, ытти чĕрĕ чун пекех, тăпраран пулнă пулсан, мĕн çуратнă-ха эсĕ?

(63) Ăстăн тăпраран пулас пур — тăпри пулман пулсан аванрахчĕ.

(64) Халĕ вара ăстăн пирĕнпе пĕрле ÿсĕнет те, эпир çавна пула асапланатпăр, çапла пĕлсе тăрсах пĕтесси патне çывăхаратпăр.

(65) Этем йăхĕ кăшкăрса йĕтĕр, хир кайăкĕсем савăнччăр; çуралнисем пурте кăшкăрса йĕччĕр, тăватă ураллисемпе выльăх-чĕрлĕх савăнччăр:

(66) мĕншĕн тесессĕн вĕсене пирĕнтен чылай лайăхрах — вĕсем сут пуласса кĕтмеççĕ; вĕсем хăйсене вилĕм хыççăн пама пулнă асапа та, ырăлăха та пĕлмеççĕ.

(67) Эпир вилнĕ хыççăн та пурăнатпăр пулсан, анчах асапланатпăр пулсан, пире мĕн усси?

(68) Çуралнисене пурне те йĕркесĕр ĕçсем витернĕ, вĕсен туп-тулли çылăх, вĕсем усал ĕçсен айне пулнă.

(69) Тен, хамăр вилнĕ хыççăн сута каймалла мар пулсан пирĕншĕн авантарахчĕ, терĕм.

(70) Вăл мана çапла хуравласа каларĕ: Çÿлти Турă тĕнчене, Адама тата унран пулса кайнисене тунă чухне малтан сута, сутпа çыхăннине хатĕрленĕ.

(71) Халь ĕнтĕ хăвăн сăмахусене тĕпе хурса, ăнланса ил; хăвах каларăн-çке, ăс-тăн хамăрпа пĕрле ÿсет, терĕн.

(72) Çавăнпа ĕнтĕ çĕр çинче пурăнакансем асап тÿсĕç, мĕншĕн тесессĕн, ăслă-тăнлă пулнă çĕртех, вĕсем йĕркесĕр ĕçсем тунă, ÿкĕтсем илнĕ тăркачах вĕсене пурăнăçламан, йышăнман.

(73) Сутра мĕн калĕç ĕнтĕ вĕсем, унта мĕнле хурав парĕç?

(74) Чăнах та, тĕнчере пурăнакансен тĕлĕшпе Çÿлти Турă мĕн вăхăтчен вăрах тÿсĕмлĕ пулчĕ, çакна вĕсемшĕн мар, Хăй малтанах палăртса хунă вăхăт пурăнăçлантăр тесе турĕ, терĕ.

(75) Эпĕ çапла хуравласа каларăм: эй Çÿлхуçамăр, эпĕ Санăн умăнта тивлет тупрăм пулсассăн, Хăвăн чуруна тата çакна кăтартсамччĕ. Вилĕм хыççăн, урăхла каласан, эпир кашнийĕ хамăр чуна панă хыççăн, Эсĕ чĕрчуна çĕнĕрен тăвас вăхăт çитиччен эпир канăçра пулатпăр-и е тÿрех асапланма пуçлатпăр-и? терĕм.

(76) Вăл мана çапла хуравласа каларĕ: сана çакна та кăтартăп. Анчах та эсĕ хăвна Турра уяма пĕлмен çынсемпе ан хутăштар, хăвна асап курас çынсен шутне те ан кĕрт,

(77) мĕншĕн тесессĕн санăн Çÿлти Турă патĕнче упранакан ĕçсен мулĕ пур; анчах та ăна сана юлашки вăхăт çитиччен кăтартмĕç.

(78) Халĕ вара сăмах вилĕм çинчен пулĕ: Çÿлти Турă этем хăçан вилмеллине палăртнă самант çитсессĕн, чун — хăйне Пултараканĕ патне таврăнмашкăн, чи малтан Çÿлти Туррăн мухтавне пуççапмашкăн — ÿтрен тухать.

(79) Эхер те çав чунсем Çÿлти Туррăн çулĕсене уяман, упраман, Унăн саккунне хисеплемен, Унран хăракансене курайман çынсенĕн чунĕсем пулсассăн,

(80) вĕсем канлĕх вырăнне кĕреймĕç, тÿрех асапланма пуçлĕç, вĕçсĕр хуйхăрса, кулянса çичĕ тĕрлĕ асаппа асапланĕç.

(81) Пĕрремĕш асапĕ — Çÿлти Турă саккунне уяманнисем валли.

(82) Иккĕмĕш асапĕ — ÿкĕнме те пултарайманнисем валли.

(83) Виççĕмĕш асапĕ — вĕсем Çÿлти Турă халалне ĕненсе-шанса пурăннисем валли упранакан, çавсене тивĕçекен ырăлăха курĕç.

(84) Тăваттăмĕш асапĕ — вĕсем хăйсем валли упранакан, юлашки вăхăтра асапланмалли асапа курĕç.

(85) Пиллĕкĕмĕш асапĕ — ыттисенĕн канлĕх вырăнне ангелсем пĕр сассăр сыхласа тăнине куракансем валли.

(86) Улттăмĕш асапĕ — кусем хăйсем çакăнтан тÿрех асапланма кайнине ăнланса илĕç.

(87) Çиччĕмĕш асапĕ çак асăннă мĕнпур асапран хăрушăрах пулĕ: кусем — хăйсем пурăннă чухне Çÿлти Турă мухтавлăхĕ умĕнче çылăх тунăскерсем, юлашки вăхăтра Унăн умĕнче сута тăрасскерсем — Çÿлти Турă мухтавлăхне курсассăн пăлханса ÿкĕç, нихăçта кайса кĕмелле мар намăсланĕç, хăраса халран кайĕç.

(88) Çулти Турă çулĕсенчен пăрăнманнисенĕн шăпи çĕрес ÿтрен уйрăлсассăн çагша пулĕ.

(89) Пурăннă чухне вĕсем темĕн тĕрлĕ йывăрлăх тÿссе Çÿлти Турăшăн ĕçлесе тăнă, вĕсене, Саккун Параканĕн саккунне тĕрĕс-тĕкел упрас теекенсене, кашни сехетрех хăрушлăх сыхласа тăнă.

(90) Çавăнпа вĕсем тĕлĕшпе çапла пулать:

(91) чи малтанах вĕсем тем тĕрлĕ савăнса хăйсене Хăй патне Илекене курĕç; вĕсем çичĕ тĕрлĕ канăçлăхпа киленĕç.

(92) Пĕрремĕш канăçлăхĕ çакăншăн: вĕсем хăйсемпе пĕрлех çуралнă усал шухăшсене — пурăнăçран вилĕм енне сулăнтаракан шухăшсене — çĕнтересшĕн пĕтĕм вăйран кĕрешнĕ.

(93) Иккĕмĕш канăçлăхĕ: вĕсем йĕркесĕр çынсен чунĕсем епле шуйханса-аташса çÿренине, вĕсене епле хаса кĕтнине кураççĕ.

(94) Виççĕмĕш канăçлăхĕ: пурăннă чухне вĕсем хăйсене шанса панă саккуна упранă, вĕсем ĕнтĕ Пултаракан хăйсене çавăншăн ырланине пĕлĕç.

(95) Тăваттăмĕш канăçлăхĕ: вĕсем халĕ хăйсен управăшĕсенче пухăнса канăçлăхпа киленеççĕ, вĕсене ангелсем пĕр сассăр упраса тăраççĕ, вĕсем хăйсене юлашки вăхăтра асла кăларасса пĕлсе тăраççĕ.

(96) Пиллĕкĕмĕш канăçлăхĕ: вĕсем халĕ ÿтрен уйрăлнăшăн, пулас еткерлĕхе илессишĕн тем тĕрлĕ савăнаççĕ; унсăр пуçне тата вĕсем унчченхи хĕсĕклĕхе, йывăрлăха кураççĕ те вĕсенчен хăтăлнăшăн хĕпĕртеççĕ, телейлĕскерсем, вилĕмсĕрскерсем ирĕклĕхе туйма пуçлаççĕ.

(97) Улттăмĕш канăçлăхĕ: вĕсене, вилĕмрен хăтăлсассăнах, хăйсен сăнĕ хĕвел пек çуталса каясса, вĕсем çăлтăр евĕр çуталасса кăтартĕç.

(98) Çиччĕмĕшĕ мĕн асăннинчен пуринчен те чаплăрах пулĕ: вĕсем ĕнтĕ пĕр иккĕленмесĕр савăнĕç, çирĕппĕн шанса тăрĕç, пĕр хăрамасăр хĕпĕртенĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсем хăйсем пурăннă чухне Камшăн ĕçлесе тăнă, Çавăн сăнне курма васкĕç, Унран вĕсем асла кăларакан ырăлăх илĕç.

(99) Тÿрĕ çынсенĕн шăпи çавăн пек, çакăн çинчен ĕнтĕ хальхи вăхăтрах пĕлтерсе хунă. Маларах ĕнтĕ çылăхлă çынсем кайран мĕнле асапсем тÿсесси çинчен каланăччĕ.

(1оо) эпĕ çапла хуравласа каларăм: апла пулсассăн ÿтрен уйрăлнă чунсене Эсĕ мĕн каланине курмашкăн вăхăт параççĕ-и? терĕм.

(101) Вăл мана каларĕ: малтан каланине çичĕ кун хушшинче курмашкăн вĕсем çичĕ кун ирĕклĕ пулĕç, çакăн хыççăн вара хăйсен вырăнне пуçтарăнĕç, терĕ.

(102) Эпĕ çапла хуравласа каларăм: эпĕ Санăн умăнта ырăлăх тупрăм пулсассăн, мана, Хăвăн чуруна, тата çакна кăтартсамччĕ — сут кунĕнче сăваплисем çылăхлисене хунтăлама пултараççĕ-и е вĕсемшĕн Çÿлти Турра тархаслама пултараççĕ-и?

(103) ашшĕсем — ывăлĕсемшĕн, ывăлĕсем — ашшĕ-амăшĕшĕн, пиччĕш-шăллĕсем — пиччĕш-шăллĕсемшĕн, тăванĕсем — хăйсен çывăх çыннисемшĕн е тус-юлташĕсем хăйсен хаклă çыннисемшĕн Çÿлти Турра тархаслама пултараççĕ-и? терĕм.

(104) Вăл мана хуравласа каларĕ: эсĕ Ман умăмра ырăлăх тупрăн, çавăнпа Эпĕ сана çакна та кăтартатăп. Сут кунĕ пурне те татса парать, пурне те чăннине кăтартать. Хăйĕншĕн чирлеме, çывăрма, апат çиме, эмелленме ашшĕ ывăлне хушаймасть, ывăлĕ — ашшĕне, хуçи — чурине, юлташĕ хăйĕн чи çывăх çыннине хушаймасть,

(105) çавăн пек чухне никам та нихăçан та тепришĕн ыйтаймасть-тăрăшаймасть, кашнийĕ хăйĕн тĕрĕслĕхне е тĕрĕсмарлăхне илсе килет, терĕ.

(36) (106)  эпĕ çапла хуравласа каларăм: чăн малтанах Авраам Содом çыннисемшĕн кĕлтунă; Моисей пушхирте çылăха кĕнĕ ашшĕсемшĕн кĕлтунă;

(37) (107) ун хыççăн Иисус вара Ахан вăхăтĕнче Израильшĕн кĕлтунă;

(38) (108) Самуил ĕнтĕ Саул вăхăтĕнче — халăхшăн, Давид — мур чирĕпе вилекенсемшĕн, Соломон — Турă Çуртне тасалăх тивлечĕ кÿме пынисемшĕн;

(39) (109) Илия — çумăр кĕтекенсемшĕн тата вилнĕ ачана чĕртсе тăратассишĕн;

(40) (110) Езекия — Сеннахирим вăхăтĕнче халăхшăн; тата ыттисем те кĕлтунă.

(41) (111) Çапла вара, çавăн чухне, аскăнлăх ÿссе кайсан, тÿрĕмарлăх нумайланса çитсен тÿрĕ çынсем тÿрĕ маррисемшĕн кĕлтунă, халĕ вара мĕншĕн-ха апла пулмалла мар? терĕм.

(42) (112) Вăл мана çапла хуравласа каларĕ: çак тĕнче — вĕçĕ мар-ха; эпир Турă мухтавне пĕтĕмпе курма пултараймастпăр, çавăнпа çынсем халсăр кĕлтăваççĕ те.

(43) (113) Сут кунĕ вара çак вăхăтăн вĕçĕ тата пулас вилĕмсĕрлĕхĕн пуçламăшĕ пулĕ, ун чухне вилекен пулмĕ,

(44) (114) чарусăрлăх пĕтсе ларĕ, ĕненÿсĕр пурăнасси чарăнĕ, тĕрĕслĕх ÿсĕ, чăнлăх çуталса кайĕ.

(45) (115) ун чухне никам та пĕтнĕскере çăлаймĕ, çĕнтерсе тухнăскере пĕтереймĕ, терĕ.

(46) (116) Эпĕ хуравласа каларăм: акă манăн пĕрремĕш те юлашки сăмахăм: çĕр Адама çуратман пулсассăн аванрах пулатчĕ, çуратнă пулсассăн ăна ĕнтĕ çылăхран тытса чармаллаччĕ.

(47) (117) Ку ĕмĕрте хуйхăрса пурăннинчен, вилсен асап курасса кĕтсе тăнинчен çынсене мĕн усси пур?

(48) (118) Ах, мĕн турăн эсĕ, Адам? Эсĕ çылăха кĕрсен, эсĕ ху пĕччен анчах мар, эпир те, санран пулса кайнисем, йĕркесĕре тухрăмăр.

(49) (119) Эхер те пире вилĕмсĕрлĕх пама пулнă пулсан, анчах эпир вилĕм ĕçĕсем туса пурăннă пулсан, мĕн усси пур пирĕншĕн?

(50) (120) Эпир юрăхсăра тухса хĕвĕшсе пурăнатпăр пулсан, хамăра ĕмĕрлĕх шанчăк панинче мĕн усси пире?

(51) (121) Пире валли пурăнма сывлăхпа канлĕх çурчĕсем хатĕрленĕ, эпир вара начар пурăннă;

(52) (122) Çÿлти Туррăн мухтавĕ йăваш пурăннисене хÿтĕлĕ, эпир вара усал çулсемпе çÿренĕ.

(53) (123) Рая кăтартĕç, унăн çимĕçĕ çĕрмест, рай канлĕхпе сиплев парать;

(54) (124) анчах эпир унта кĕреймĕпĕр, мĕншĕн тесессĕн çимĕç туман вырăнсенче çÿрерĕмĕр.

(55) (125) Хăйсене чаруллă тытнисен пичĕ çăлтăрсенчен те çутăрах çутăлса кайĕ, пирĕн питĕмĕр вара — сĕмлĕхрен те хурарах.

(56) (126) Йĕркесĕр ĕçсем туса пурăннă чухне эпир кайран, вилсессĕн, хамăр асапланасси çинчен шухăшламан та, терĕм.

(57) (127) Вăл çапла хуравласа каларĕ: çĕр çинче çуралнă çын кĕрешет;

(58) (128) ăна хăйне çĕнтерсессĕн, вăл эсĕ каланине тÿсĕ, хăй çĕнтерсессĕн вара Эпĕ каланине илĕ.

(59) (129) Ку вăл — Моисей хăй пурăннă чухне кăтартнă çул-йĕр, вăл халăха çапла каланă: «пурăнас тесен, хăвна валли пурăнăç суйласа ил» тенĕ.

(60) (130) Анчах вĕсем ăна ĕненмен, ун хыççăн килнĕ пророксене те, Мана та ĕненмен,

(61) (131) Эпĕ вĕсене: «эсир пĕтнишĕн хуйхăрни пулмĕ, çăлăнăç хатĕрлесе хунă çынсемшĕн савăнни пулĕ» тесе каланă, терĕ.

(62) (132) эпĕ хуравласа каларăм: пĕлетĕп, хуçамăм: Çÿлти Турă — хĕрхенекен кăмăллă, çавăнпа та Вăл халлĕхе тĕнчене килейменнисене каçарать,

(63) (133) Хăйĕн саккунне пăхăнса çылăхран ÿкĕнекенсене хĕрхенет.

(64) (134) Вăл вăрах тÿсĕмлĕ: çылăха кĕнисене, Хăй пултарнă этемсем тесе, вăрахчен тÿсет.

(65) (135) Вăл уçă кăмăллă: илме мар, пама кăмăллать,

(66) (136)  тата нумай ырăлăхлă: халĕ пурăнакансемшĕн те, пурăннисемшĕн те, пурăнассисемшĕн те Хăйĕн ырăлăхне ÿстерсех пырать —

(67) (137) вăл Хăйĕн ырăлăхне ÿстерсе пыман пулсассăн, тĕнче çĕр çинче пурăнакансемпе пĕрле текех пурăнайман пулĕччĕ.

(68) (138) Вăл ырăлăх парать; усал тунисем хăйсен йĕркесĕр ĕçĕсенчен çăмăлланччăр тесе Вăл Хăйĕн ырă кăмăлĕпе хĕрхенмен пулсассăн, çынсен вунă пинмĕш пайĕ те чĕрĕ юлайман пулĕччĕ.

(69) (139) Вăл — Тÿре, Вăл Хăйĕн сăмахĕпе пултарнисене каçарман пулсассăн, нумай йĕркесĕрлĕхе пĕтермен пулсассăн,

(70) (140) тен, имсĕр-сумсăр йышран питĕ сахалăшĕ анчах юлнă пулĕччĕ, терĕм эпĕ.

8

(1) Вăл мана çапла хуравласа каларĕ: ку тĕнчене Çÿлти Турă нумайăшĕшĕн пултарнă, çитес ĕмĕре вара сахалăшĕшĕн пултарнă.

(2) Ездра, сана ытарăш каласа парам. Çĕртен ыйтсан, сана вăл тăм япаласем тума мĕн кирлине питĕ нумай парса тăни çинчен, анчах ылтăн тухакан тăпрана сахал пани çинчен калĕ, ку тĕнчери ĕçсем шăпах çавăн пек.

(3) Нумайăшне пултарнă, анчах сахалăшĕ çăлăнĕ, терĕ.

(4) Эпĕ хама хам каларăм: чунăм! ăслăлăха шыра, ăнланма тăрăш,

(5) эсĕ хăв ирĕкÿпе килместĕн тата каяссу килмен чухнех каятăн, сана кĕске вăхăт çеç пурăнма ирĕк панă.

(6) Эй Çÿлхуçамăм! мана, Хăвăн чуруна, Хăвăн умăнта кĕлтума ирĕк парсамччĕ — пирĕн ăс-тăна, вăрлăх акнă пек, ăнлав аксамччĕ, çав вăрлăх шăтса тухтăрччĕ те, эпир ăна çимĕç пуличченех пăхса ÿстерĕттĕмĕр, кайран çав çимĕçпе кирек кам та пурăнтăрччĕ.

(7) Эсĕ — пĕртен-пĕрре, эпир вара — Санăн аллу пултарнисем.

(8) Ача ĕнтĕ амăшĕн варĕнче ÿтленет, çакă Эсĕ пултарнă ÿт, темĕнле йывăрлăхра та сыхланса юлса, Эсех пултарнăскерĕн варĕнче тăхăр уйăх ÿсет.

(9) Вăхăт çитсессĕн, амăш варĕ хăйĕнче сыхланса юлнине, ÿтленсе ÿснине çуратса парать.

(10) Эсĕ кăкăртан кăкăр çимĕçĕ, сĕт, парса тăма хушнă,

(11) çапла Эсĕ пултарни пĕр вăхат тăранса пурăнтăр, Эсĕ уншăн кайран та тăрăшăн.

(12) Эсĕ ăна Хăвăн тÿрĕлÿхĕпе пăхса ÿстернĕ, Хăвăн саккунна вĕрентнĕ, Хăвăн ăсупа юсанă,

(13) Эсĕ ăна, Ху пултарнăскере, вĕлерме те пултаратăн; ăна, Хăвăн ĕçне, пурăнтарма та пултаратăн.

(14) Эхер те Эсĕ Хăв тимлесе пултарнине Хăвах çапла çăмăллăн пĕтеретĕн пулсассăн, мĕншĕн-ха унăн çут тĕнчене çуралмалла пулнă?

(15) Халĕ, эй Çÿлхуçамăм, эпĕ калам: кашни çын çинчен Эсĕ нумай пĕлетĕн; эпĕ вара чунăма ыраттарса Сан халăху çинчен,

(16) куççулĕ юхтарса Сан еткерÿ çинчен, хурланса-кулянса Израиль çинчен, хуйхăрса-пăшăрханса Иаков вăрлăхĕ çинчен калатăп.

(17) Сан умăнта хамшăн та, вĕсемшĕн те кĕлтума тытăнăп, мĕншĕн тесессĕн хамăрăн, çак çĕр çинче пурăнакансенĕн, çитменлĕхĕсене куратăп.

(18) Анчах эпĕ часах Тÿре килет тенине илтнĕ.

(19) Çавăнпа ман сассăма илтсемччĕ, ман сăмахăмсене тимлесемччĕ, эпĕ Санăн умăнта калаçăп, терĕм.

(20) [Ездра хăйне илсе кайиччен каланă сăмахăн пуçламăшĕ.] Эпĕ каларăм: эй ĕмĕрех пурăнакан Çÿлхуçа, Санăн куçу çÿлте, Эсĕ тÿпере пурăнатăн.

(21) Санăн аслă пукану хаклăран та хаклă, Санăн мухтавна пĕлсе çитереймĕн, Санăн умăнта çилпе вутра ĕçлесе тăракан Ангелсен çарĕ чĕтресе тăрать, Санăн сăмаху — тĕрĕс, Эсĕ калани — тавлашусăр чăнлăх,

(22) Эсĕ хушни — çирĕп, Эсĕ хăрушă тытса тăратăн, куçупа тĕпсĕр вырăнсене типĕтсе хăваратăн, Санăн çиллÿ тусене ирĕлтерсе ярать, Санăн чăнлăху ĕмĕр-ĕмĕре пырать!

(23) Илтсемччĕ Хăвăн чурун кĕллине, Ху пултарнăскер тархасланине тăнласамччĕ.

(24) Пурăннă чухне калама пăрахмăп, ăсăм-тăнăм пур чухне хуравласа калăп. Хăвăн халăхун çылăхĕсем çине ан пăх, Хăвна чăннипе ĕçлесе тăракансем çине пăх;

(25) йĕркесĕр çынсен усал ĕçĕсене ан асăрха, инкек-синкекре те Хăвăн халална астуса тăнисене асăрха;

(26) Хăвăн умăнта ултавлă хăтланнисем çинчен ан шухăшла, Санран хăрани мĕн иккенне пĕлсе çитнисене асна ил;

(27) выльăхла пурăннисене ан пĕтер, Хăвăн саккунна уçăмлă вĕрентнисем çине пăх;

(28) тискер кайăкран та япăхрах шутланаканнисене ан çиллен;

(29) яланах Хăвăн тÿрĕлĕхÿпе мухтавна шанса тăракансене кăмăлла.

(30) Пирĕн тата аттемĕрсен йăлисем вилĕм патне илсе çитереççĕ;

(31) Эсĕ вара пирĕншĕн, çылăхлăскерсемшĕн, хĕрхенекен кăмăллă Турă ятне илĕн.

(32) Эхер те Эсĕ пире каçарас тетĕн пулсассăн, Сана хĕрхенекен кăмăллă Турă тейĕç, мĕншĕн тесессĕн пирĕн тÿрĕ ĕçсем çук.

(33) Тÿрĕ çынсен юрăхлă ĕçĕ нумай, вĕсем хăйсен ĕçĕсене кура тивĕçлине илĕç.

(34) Этем мĕн вăл, Санăн ăна мĕн тарăхмалли пур? пăсăлнă ăру мĕн вăл, Санăн вĕсемшĕн мĕн çав териех пăшăрханмалли пур?

(35) Чăнахах та, çуралнисенчен усал ĕç туманни никам та çук, çĕр çинче пурăнакансенчен те çылăха кĕменни никам та çук.

(36) Эй Çÿлхуçамăр, Эсĕ ырă ĕç туманнисене каçарсассăн, Санăн тÿрĕлĕхÿпе Санăн ырăлăху çинчен пурне те каласа пĕлтерĕç, терĕм.

(37) Вăл мана çапла хуравласа каларĕ: эсĕ хăшпĕр япаласене тĕрĕс каларăн, санăн сăмахусем тăрăх çавăн пек пулĕ те.

(38) Эпĕ çылăха кĕнисем çинчен, вĕсене мĕнле пултарни çинчен, вĕсене мĕнле сут пуласси çинчен, вĕсем мĕнле пĕтесси çинчен шухăшламастăп,

(39) Эпĕ тÿрĕ çынсем мĕнле пурăннăшăн, вĕсем çăлăнасшăн тата сăвап илес тесе тăрăшнăшăн савăнатăп.

(40) Эпĕ мĕнле каларăм, чăнах та, çавăн пек.

(41) Çĕр ĕçлекен çын çĕр çине нумай тĕрлĕ вăрлăх акать те, анчах мĕн акнийĕ кайран пĕтĕмпех сыхланса юлаймасть, нумай тĕрлĕ ÿсентăран лартсан та, мĕн лартни пĕтĕмпех тымарланаймасть, çавăн пек ку тĕнчене çуралнисем те пуртех çăлăнаймĕç, терĕ.

(42) Эпĕ хуравласа каларăм: эхер те эпĕ тивлет илтĕм пулсан, малалла та калăп.

(43) Çĕр ĕçлекен çыннăн вăрлăхĕ е шăтаймасăр, е вăхăтра Сан çумăрна илеймесĕр, е çумăр ытлашшипех пулнăран аманса пĕтет.

(44) Анчах та этеме, — Эсĕ ăна Хăвăн аллупа пултарнă, вăл Хăвăн евĕрлĕ пулнăран Эсĕ ăна Хăвăн сăнару тетĕн, Эсĕ ун валли пĕтĕмпех туса панă,— çĕр ĕçлекенĕн вăрлăхĕ вырăнне хуратăн-им?

(45) Ан çиллен пире, Хăвăн халăхна хĕрхен, Хăвăн еткерне каçар,— Эсĕ Ху пултарнă этемшĕн ырă кăмăллă, терĕм.

(46) Вăл мана çапла хуравласа каларĕ: паянхи — паянхи валли, пуласси — пуласси валли.

(47) Эпĕ пултарнине Манран ытларах юратма сана нумай япала çитмест. Эсĕ тăтăшах хăвна йĕркесĕр çынсемпе танлаштаратăн; нихăçан та ун пек ан пултăр.

(48) – (49) Эсĕ хăвна вăй çитнĕ таран йăвашлатнă, хăвна ху тÿрĕ çынсем хушшинче чапа кăларма тăрăшман, çакăншăн Çÿлти Турă сана кăмăллать.

(50) Юлашки вăхăтра ку тĕнчере пурăнакансене нумай инкек-синкек çитĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем çав тĕрлĕ мăнкăмăлланса çÿрерĕç.

(51) Эсĕ вара хăвăншăн тăрăш, хăвăн пата тата хăвăн евĕрлисем патне килес мухтав çинчен шухăшла;

(52) ĕнтĕ сирĕн валли рай уçса хунă, чĕрĕлĕх йывăçĕ лартнă, пулас вăхăта палăртса хунă, ытлăх-çитлĕх хатĕр, хула туса лартнă, канлĕх хатĕрленĕ, тулли ырăлăхпа чăн ăслăлăх пулĕ.

(53) Усаллăх тымарне сирĕнтен питĕрсе илнĕ, нишлĕх сирĕн патăртан кайнă, сирĕншĕн тамăк та хупă, вилĕм те çухалнă.

(54) Чир-чĕр иртсе кайнă, вĕçĕнче вилĕмсĕрлĕх тивлечĕ курăнчĕ.

(55) Пĕтекенсем темĕн чухлех, вĕсем çинчен урăх ыйтса пĕлме ан тăрăш.

(56) Мĕншĕн тесессĕн вĕсем, ирĕклĕх илсен, Çÿлти Турра уямарĕç, Унăн саккунне тиркерĕç, Унăн çулĕсене пăрахрĕç,

(57) тата вĕсем Унăн тÿрĕ çыннисене нимĕн вырăнне те хумарĕç;

(58) хăйсен ăшĕнче, хăйсем вилĕмлĕ иккенне пĕле тăркач, Турă çук, терĕç.

(59) Сире маларах каланă ырăлăх кĕтнĕ пекех, вĕсене те хатĕрлесе хуни кĕтет — шывшăн антăхĕç, асапланĕç. Турă этеме пĕтерес темен,

(60) анчах вĕсем хăйсене Пултараканăн ятне чыссăра кăларчĕç, хăйсем валли малтанах пурăнăç Хатĕрлесе хуракана тав тума пĕлмерĕç.

(61) Çавăнпа халĕ Манăн сутăм çывăхарса килет,—

(62) ун çинчен Эпĕ пурне те пĕлтермен, сана та, сан евĕрлисене çеç, сахал çынна, каланă, терĕ. Эпĕ хуравласа каларăм:

(63) эй Çÿлхуçамăм, акă халĕ Эсĕ мана нумай паллă кăтартрăн, Эсĕ вĕсене тĕнче пĕтнĕ чухне пултарма тытăнатăн, анчах çавă хăш вăхăтра пулассине кăтартмарăн, терĕм.

9

(1) Вăл мана çапла хуравласа каларĕ: эсĕ ху ăшăнта вăхăт çинчен тĕплĕн шухăшласа пăх, вара маларах кăтартнă паллăсен хăш-пĕр пайĕ иртсессĕн,

(2) эсĕ Çÿлти Турă Хăй пултарнă тĕнчене килсе пăхас вăхăт çакă пулнине ăнланса илĕн.

(3) Çĕршывсенче пăлхавсем пула-пула иртсессĕн, халăхсем пĕр вырăнтан тепĕр вырăна тĕлсĕр-палсăр куçма тытăнсассăн, тапăна-тапăна кĕме тытăнсассăн, патшасем-çулпуçсем улшăнсах, шуйхансах тăрсассăн,

(4) Çÿлти Турă çакăн çинчен санран малтан пулнă кунсенчех, пуçламăшĕнчех, каланине ăнланса илĕн.

(5) Çак тĕнчере пултарнин пурин те пуçламăшĕ те, вĕçĕ те пур пекех, вĕçĕ те кĕретĕнех пулнă пекех,

(6) юлашки вăхăтăн та кĕтретсемпе, хăватсемпе уçăлакан пуçламăшĕ тата ĕçсемпе, паллăсемпе курăнакан вĕçĕ пур.

(7) Хăйĕн ĕçĕсемпе, хăвăр тытса тăракан тĕне ĕненнипе çăлăнса юлнă кирек кам та паçăр каланă инкексенчен хăтăлма пултарать,

(8) вăл сыхланса юлĕ те Эпĕ Хама валли пуçламăшĕнчех суйласа илнĕ çĕрĕмсенче çăлнине курĕ.

(9) Çавăн чухне вара халĕ Манăн çулсенчен пăрăннисем сехĕрленсе ÿкĕç, Манăн çулсене тиркенисем асап курĕç.

(10) Пурăннă чухне, ырăлăх илсе тăрса, Мана пĕлменнисем,

(11) хăйсем ирĕклĕ чухне, ÿкĕнме май пулнă чухне Манăн саккунран йĕрĕнсе пурăннисем, ăна ăнланса илменнисем, ăна вырăна хуманнисем

(12) вилнĕ хыççăн Мана хĕн-асапра пĕлсе çитĕç.

(13) Эсĕ йĕркесĕр çынсем мĕнле асапланасса урăх пĕлме ан тăрăш, тÿрĕ çынсем мĕнле çăлăннине тĕпче: çак тĕнче — вĕсенĕн, çак тĕнчене вĕсемшĕн тунă, терĕ.

(14) Эпĕ çапла хуравласа каларăм:

(15) эпĕ малтан та каланăччĕ, халĕ те калатăп, кайран та калăп: хум тумламран пысăкрах пулнă евĕр, пĕтекеннисем çăлăнаканнисенчен ытларах, терĕм.

(16) Вăл мана хуравласа каларĕ:

(17) тырă пусси мĕнле — вăрлăхĕ те çавăн пек; чечекĕсем мĕнле — тĕсĕсем те çавăн пек; ĕçне тăваканни мĕнле — ĕçĕ те çавăн пек; çĕр ĕçлекенĕ мĕнле — вăл мĕн туса илнийĕ те çавăн пек.

(18) Çак ĕмĕр пуçламăшĕнче, Эпĕ тĕнчене пултарнă чухне, ăна унта çынсем пурăнччăр тесе хатĕрленĕ чухне, Мана никам та хирĕç каламан, мĕншĕн тесессĕн ун чухне никам та пулман-ха.

(19) Халĕ вара, çак тĕнчене тунă хыççăн, Эпĕ пултарнă çынсем, хăйсене иксĕлми çимĕçпе тулăх улăхсем патăм пулин те, пăсăлса-ирсĕрленсе кайрĕç.

(20) Эпĕ çĕре пăхса çаврăнтăм: вăл пăсăлнă. Эпĕ тĕнчене пăхса çаврăнтăм: акă ĕнтĕ унта çуралнă ултав-кавара пула тĕнче хăрушлăха лекрĕ.

(21) Эпĕ куртăм, ăна хĕрхенме йывăр пулчĕ, çавах Хама валли иçĕм çупкăмĕнчен пĕр çырлине тата пысăк вăрмантан пĕр йывăçне сыхласа хăвартăм.

(22) Темĕн чухлех шăтса ÿснĕ усăсăр япала пĕттĕр, анчах Манăн çырлампа Манăн йывăçăм, Эпĕ пысăк йывăрлăхпа ÿстернĕскер, сыхланса юлччăр.

(23) Эсĕ вара типĕ тытмасăр çичĕ кун ирттерĕн те

(24) чечекленекен хире тухăн, унта нимĕнле çурт та пулмĕ, эсĕ хир чечекĕпе анчах тăранса пурăнма тытăнăн, аш та çимĕн, эрех те ĕçмĕн, чечек анчах çийĕн,

(25) çавăн чухне пĕр чарăнмасăр Çÿлти Турра кĕлту, Эпĕ килĕп те санпа калаçăп, терĕ.

(26) Эпĕ ĕнтĕ Вăл каланă пек, хире кайрăм, хирĕ Ардаф ятлăччĕ, унта чечексем хушшине лартăм та хир курăкĕсене çирĕм, маншăн ку тутă тытакан апат пулчĕ.

(27) Çичĕ кун иртсессĕн эпĕ курăк хушшинче выртаттăм, манăн чĕрем каллех, унчченхи пек, темле шиклĕн тапа пуçларĕ.

(28) Вара чĕлхе-çăварăм уçăлчĕ те, эпĕ Çÿлти Турă умĕнче калаçма тытăнтăм, çапла каларăм:

(29) эй Çÿлхуçамăм! пире Хăвна кăтартса, Эсĕ пирĕн аттемĕрсене, вĕсем Египетран тухсан, çын çÿремен пулăхсăр пушхирте курăннă,

(30) вара каланă: «итле Мана, Израиль, тăнла Манăн сăмахăма, Иаков вăрлăхĕ.

(31) Акă Эпĕ сирĕн чун-чĕрене Хамăн саккунăма акатăп, вăл сирĕнте çимĕç кÿрĕ те, эсир унпа ĕмĕрех мухтавлă пулатăр» тенĕ.

(32) Анчах пирĕн аттемĕрсем, саккуна йышăнсан, ăна вырăна килтермен, Эсĕ хунă йĕркесене те астуса тăман, çапах та Санăн саккунун çимĕçĕ пĕтмен, вăл пĕтме те пултарайман, мĕншĕн тесессĕн вăл Санăн саккуну пулнă,

(33) анчах саккуна йышăннисем мĕн акнине упраса хăварайман та — пĕтнĕ.

(34) Яланах çапла пулать вăл: çĕр вăрлăха йышăнсан е тинĕс карапа йышăнсан, е савăта апат-çимĕç е ĕçмелли ярсан, анчах вăрлăх акнă вырăна е тата савăта пăссан,

(35) вăрлăхĕ те, апат-çимĕçĕ те, ĕçмелли те пĕрлех пĕтеççĕ, пирĕн умра юлмаççĕ. Эпир вара апла мар.

(36) Эпир, саккуна йышăннисем, çылăха кĕнипе пĕтетпĕр, саккуна йышăннă чĕремĕр те çавăн пекех пĕтет;

(37) анчах саккун пĕтмест, вăл ĕмĕрлĕхех мухтавлă, терĕм.

(38) Эпĕ хам мĕн калани çинчен шухăшласа тăнă чухне пăхрăм та сылтăм енче пĕр хĕрарăм тăнă пек курăнчĕ: акă вăл чунтан татăлса, хыттăн ĕсĕклесе йĕрет; çийĕнчи тумне çуркаласа пĕтернĕ, пуçĕ çине кĕл сапнă.

(39) Вара эпĕ хамăн шухăшăмсене сирсе ятăм та ун еннелле çаврăнса каларăм:

(40) мĕншĕн йĕретĕн эсĕ, мĕншĕн чунтанах хуйхăратăн? терĕм.

(41) Вăл каларĕ: манпа ан чăрман, хуçамăм, эпĕ хам пирки йĕретĕп, хуйхăм-суйхăма лăплатаймастăп: чунăм хăшкăлать, мĕскĕне юлнă çын эпĕ, терĕ.

(42) Эпĕ ăна: мĕн тÿсме тиврĕ сана? кала мана, терĕм. Вăл мана çапла хуравласа каларĕ:

(43) эпĕ, санăн чуру, типĕ варлă пулнă, упăшкам пур çинчех вăтăр çул çуратаймасăр пурăнтăм.

(44) Çав вăтăр çул хушшинче эпĕ Çÿлти Турра кашни сехетре, кашни кун пĕр чарăнми кĕлтуса тăнă,

(45) Турă мана, санăн чуруна, илтрĕ, вăтăр çул иртсен, манăн йăвашлăхăма курчĕ, манăн хуйхăма тăнларĕ те мана ывăл пачĕ, эпĕ уншăн питех те савăнтăм, упăшкам та, кÿршĕсем те савăнчĕç, эпир вара Çÿлти Турра хытă мухтарăмăр.

(46) Эпĕ ывăлăма тимлĕн пăхса ÿстертĕм,

(47) вăл çитĕнсе çитсе хĕр илме кайсан, эпĕ пысăк ĕçкĕ-çикĕ турăм.

10

(1) Анчах ман ывăлăм мăшăрлану пÿлĕмне кĕрсен ÿкнĕ те вилнĕ.

(2) Эпир ĕнтĕ çутаткăçсене сÿнтертĕмĕр, кÿршĕсем пурте мана лăплантарма тытăнчĕç, эпĕ вара вилнĕ пек хытса лартăм, тепĕр кунхи каçченех çапла ларнă.

(3) Кайран мана лăплантарма чарăнчĕç, эпĕ вара çĕрле тăтăм та тухса чупрăм, куратăн ĕнтĕ — çак хире килсе тухрăм.

(4) Халĕ ĕнтĕ хулана таврăнма шухăшламастăп, кунтах юлас тетĕп, çимесĕр, ĕçмесĕр, пĕр чарăнми йĕрсе мĕн вилсе выртичченех типĕ тытса тăрам, терĕ.

(5) Пуçăмри шухăшсене сирсе ярса, эпĕ çак хĕрарăма çилленсе кайса каларăм:

(6) эй мĕнпур арăмран ăссăртарах арăм! курмастăн-им пирĕн тĕллĕн йăтăнса аннă асапа?

(7) Сион, пирĕн аннемĕр, мĕн тĕрлĕ хуйхăрнине, вĕри куççульпе йĕнине, ăна мăшкăла хăварнине курмастăн-им?

(8) Эсĕ вара халĕ, эпир пурсăмăр та хуйхăрнă-хурланнă чухне, пĕр хăвăн ывăлушăн хуйхăрас тетĕн-и?

(9) Çĕртен ыйт, вăл калĕ сана, вăл хăйĕн çинче çуралакансем çав тери нумаййăн пĕтнишĕн хурланса йĕмелле тейĕ;

(10) чăн малтан çуралнисем те, каярах çуралассисем те пурте тенĕ пекех пĕтеççĕ, çапла вĕсем темĕн чухлĕн пĕтеççĕ.

(11) Апла хăшĕн ытларах хурланмалла: имсĕр-сумсăр çухатнăскерĕн-и е пĕр çынна çухатнăскерĕн-и?

(12) Эхер те эсĕ мана: «ман куççулĕм çĕр куççулĕ пек мар, мĕншĕн тесессĕн эпĕ хамăн варта хурланса йăтса çÿренĕ, асапланса çуратнă чуна çухатрăм,

(13) çĕрĕн вара йĕрки çапла: ун çинче хальхи йыш çухалать те, çавăн чухлех çĕнĕ йыш килсе тăрать» тесессĕн,

(14) калăп сана: эсĕ асапланса çуратнă пекех, çĕр те хăйне Пултаракана хăйĕн çимĕçне — этеме — асаппа парать.

(15) Çавăнпа халĕ хуйхăрма чарăн та хăвăн тĕлне килнĕ çухатăва чăтăмлăн тÿссе ирттер.

(16) Эсĕ Турă мĕн тунине тĕрĕс тесе йышăнатăн пулсан, вăхăт çитсен ывăллă та пулăн тата арăмсем хушшинче чапа тухăн.

(17) Эппин, халĕ хулана упăшку патне таврăн, терĕм.

(18) Анчах вăл: ун пек тумастăп, хулана таврăнмастăп, кунтах вилетĕп, терĕ.

(19) Эпĕ унпа малалла калаçрăм:

(20) апла ан ту, ман канаша итле. Сионăн мĕн чухлĕ инкек-синкек! Иерусалимăн мĕн чухлĕ хуйхă! Çавăнпа лăплан эсĕ.

(21) Хăвах куратăн-çке: пирĕн сăваплă вырăна тустарса хăварнă, парне кÿмелли вырăна ишсе антарнă, пирĕн Турă Çуртне аркатса тăкнă,

(22) пирĕн арфа хисепрен тухса ÿкнĕ, юррăмăрсем шăпланнă, савăнăçăмăр çухалнă, пирĕн çутаткăçăн çути сÿннĕ, пирĕн саккун арчине çаратса кайнă, пирĕн сăваплă хатĕр-хĕтĕре ирсĕрленĕ, пире хунă ята мăшкăл кăтартас патнех çитнĕ, пирĕн пуçлăхсем намăс курнă, пирĕн священниксене вĕлернĕ, левитсене тыткăна илсе кайнă, пирĕн хĕрсене ирсĕрленĕ, пирĕн арăмсене пусмăрланă, пирĕн тÿрĕ çынсене илсе кайнă, пĕчĕк ачасене кăларса ывăтнă, пирĕн çамрăксем — чуралăхра, патвар çыннăмăрсем хавшакланчĕç;

(23) чи йывăрри вара — Сион пичечĕн мухтавне çухатни, мĕншĕн тесессĕн ăна пире курайманнисен аллине панă.

(24) Çавăнпа та, Тĕрекли хăвна каçартăр, Çÿлти Турă канлĕх тата асаплăхра çăмăллăх патăр тесессĕн, хăвăн йывăр хуйхуна манăçла, иртми хурлăхна сирсе яр, терĕм.

(25) Эпĕ хĕрарăма çак сăмахсене каланă чухне сасартăк унăн пичĕ-куçĕ çуталса кайрĕ, акă ĕнтĕ сăнĕ те ялкăшма тытăнчĕ, эпĕ вара хăраса ÿксе, мĕне пĕлтерет-ши ку тесе шухăшласа тăтăм.

(26) Акă вăл кĕтмен çĕртен хыттăн та хăрушшăн кăшкăрса ячĕ, хĕрарăм сассипе çĕр чĕтренсе кайрĕ.

(27) Акă ĕнтĕ арăм мана урăх курăнмарĕ, сарлака никĕс çине лартнă хула курăнса кайрĕ, вара эпĕ хăранипе хыттăн кăшкăрса ярса каларăм:

(28) малтан ман патăма килнĕ Уриил Ангел ăçта? вăл мана тăнран ямалла арпаштарса ячĕ, халь ĕнтĕ тĕллевĕм те çухалчĕ, кĕллĕм мăшкăла çаврăнчĕ! терĕм.

(29) Эпĕ çакна каланă чухне вăл, Ангел, ман патăма килчĕ;

(30) вăл ман çине пăхса тăчĕ: эпĕ акă, вилнĕ пек, тăна çухатса выртатăп; вăл мана сылтăм алăран пырса тытрĕ, мана тĕрек кÿрсе ура çине тăратрĕ те каларĕ:

(31) мĕн пулчĕ сана? мĕне пула ăсран каяслах чĕрÿне хускатса янă эсĕ? мĕнрен хăратăн? терĕ.

(32) Эсĕ мана пăрахса кайнăран хăратăп, санăн сăмахусене итлесе хире тухрăм та акă каласа пама çуккине куртăм, халĕ те куратăп, терĕм.

(33) Вăл мана каларĕ: çирĕппĕн тăр, эпĕ сана ăнлантарса парăп, терĕ.

(34) Эпĕ: хуçамăм, хăв каласа париччен мана вилсе кайма ан парсамччĕ, терĕм;

(35) эпĕ ĕнтĕ халиччен ăнлан маннине куртăм, халĕ те ăнланмастăп.

(36) ăс-тăнăм улталать-ши мана е чунăм тĕлĕк тĕлленет-ши?

(37) Çавăнпа мана, хăвăн чуруна, ăнлантарса парсамччĕ: мана мĕншĕн çапла хăрушши курăнчĕ-ши? терĕм. Вăл мана çапла хуравласа каларĕ:

(38) тăнла мана, эпĕ сана хăвна мĕн хăратса пăрахнине ăнлантарса парăп: Çÿлти Турă сана нумай вăрттăнлăха уçса кăтартĕ.

(39) Вăл эсĕ тĕрĕс пурăннине курать: эсĕ пĕр вĕçĕмсĕр хăвăн халăхушăн хуйхăрнине, Сионшăн хытă пăшăрханнине курать.

(40) Çакăн умĕн сана мĕн курăннин тупсăмне çапла ăнланмалла:

(41) эсĕ йĕрекен арăма курнă, ăна лăплантарма тăрăшнă,

(42) кайран вăл курăнми пулнă, санăн умна туса лартнă хула тухса тăнă,

(43) арăм сана хăй ывăлĕн вилĕмĕ çинчен каласа панă — акă мĕне пĕлтерет çакă:

(44) эсĕ курнă арăм тата туса лартнă хула — Сион вăл;

(45) çав арăм вăтăр çул ача тумасăр пурăнни — çакă ĕнтĕ Сионра вăтăр çул хушши парне кÿменнине пĕлтерет.

(46) Вăтăр çул иртсессĕн, тип варлă арăм ывăл çуратнă: ку вăл Соломон хула туса лартса парне кÿнине пĕлтерет.

(47) Вăл сана ывăлне тимлĕн пăхса ÿстертĕм тени Иерусалимра халăх пурăннă тапхăра пĕлтерет.

(48) Унăн ывăлĕ, вăл сана каланă пек, мăшăрлану пÿлĕмне кĕнĕ чухне ÿксе вилни Иерусалим пĕтсе ларни пулать.

(49) Эсĕ акă вăл ывăлĕшĕн мĕнле хуйхăрнине курнă, ăна лăплантарма тăрăшнă — сана çакăн çинчен каласа пĕлтермеллеччĕ.

(50) Халĕ вара Çÿлти Турă, эсĕ çак хулашăн пĕтĕм чунупа хурланнине, чĕрÿне ыраттарнине курса, унăн чапĕн çутипе унăн илемне кăтартрĕ.

(51) Çавăнпа та эпĕ сана хирте, çурт-йĕр çук вырăнта, пурăнма хушрăм,

(52) мĕншĕн тесессĕн эпĕ Çÿлти Турă сана çакна кăтартасса пĕлнĕ.

(53) Çавăнпа сана çурт-йĕр никĕсĕ хывман хире килме хушрăм та.

(54) Мĕншĕн тесессĕн Çÿлти Турă хули курăнас вырăнта этем алли тунă ĕç пулма пултараймасть.

(55) Çапла вара, ан хăра, чĕрÿ те ан сехĕрлентĕр, пыр та кĕрсе пăх куçу курма пултарнă таран унăн çутипе илемне.

(56) Çавăн хыççăн хăлху илтме пултарнă таран илтĕн.

(57) Эсĕ нумайăшĕнчен телейлĕрех, Эсĕ — Çÿлти Турă патне чĕнсе илнĕ сахалăшĕ хушшинче.

(58) Ыранхи каçа та çакăнтах юл —

(59) Çÿлти Турă сана юлашки кунсенче Хăй çĕр çинче пурăнакансем валли тăвас аслăран та аслă ĕçсене кăтартĕ, терĕ Ангел.

(60) Вара эпĕ, хама хушнă пек, çав каçхине те, тепĕр каçхине те çавăнта çывăртăм.

11

(1) Иккĕмĕш каçхине эпĕ тĕлĕк куртăм: акă тинĕсрен ăмăрткайăк вĕçсе хăпарчĕ, унăн вуникĕ çунат тата виçĕ пуç.

(2) Вара куртăм эпĕ: акă вăл çуначĕсене пĕтĕм çĕр çийĕн сарса ячĕ, тÿпери мĕнпур çил ун çинелле вĕрсе тăчĕ, пĕлĕтсем пуçтарăнчĕç.

(3) Вара куртăм эпĕ: унăн çуначĕсенчен урăх çунатсем, пĕчĕкçĕскерсем çеç, тухрĕç.

(4) Унăн пуçĕсем тÿлеклĕ, варринчи пуçĕ ыттисенчен пысăкрах, вăл та ыттисем пекех тÿлек.

(5) Вара куртăм эпĕ: акă ăмăрткайăк çуначĕсене сарса янă та — вĕçет, çĕр çийĕн, çĕр çинчи пур халăхсем çийĕн пуç пулса вĕçет.

(6) Вара куртăм эпĕ: пĕтĕм тĕнче ăна парăннă, никам та ăна хирĕç тăраймасть — çĕр çинчи пĕр чĕрчун та.

(7) Акă ăмăрткайăк чĕрни çине тăчĕ те хăйĕн çуначĕсене çапла каларĕ:

(8) пурте пĕр харăс ан вăранăр; кашнийĕ хăй вырăнĕнче çывăрăр, черетпе сыхă тăрăр,

(9) пуçăмсем вара чи кайран вăранччăр, терĕ.

(10) Куртăм эпĕ: унăн сасси пуçĕсенчен мар, кÿлепи варринчен тухать.

(11) Эпĕ унăн пĕчĕк çуначĕсене шутласа тухрăм; вĕсем саккăр иккен.

(12) Акă ĕнтĕ сылтăм енчен пысăк çуначĕ çĕкленчĕ те пĕтĕм çĕре пуç пулса тăчĕ,

(13) пуç пулса тăчĕ те пĕтрĕ, ун вырăнĕ курăнми пулчĕ; унтан тепĕр пысăк çуначĕ çĕкленчĕ те пуç пулса тăчĕ; ку нумай вăхăт хушши пуç пулса тăчĕ.

(14) Пуç пулса тăнă хыççăн çакăн та вĕçĕ çывăхарса килчĕ, вăл та, пĕрремĕш çунат пекех, çухалмаллаччĕ ĕнтĕ,

(15) анчах акă ăна каланă сăмах илтĕнсе кайрĕ:

(16) эй, итле эсĕ, çĕре нумай хушă тытса тăнăскер! çухалма тытăниччен акă мĕн калатăп сана:

(17) сан хыççăн никам та çакăн чухлĕ вăхăт хушши пуç пулса тăраймĕ, çакăн çурри чухлĕ те пуç пулаймĕ.

(18) Вара виççĕмĕш çунат çĕкленчĕ те, малтанхисем пекех, пуç пулса тăчĕ, анчах вăл та çухалчĕ.

(19) Ыттисемпе те çаплах пулса пычĕ: пуç пулса тăнă хыççăн пурте яланлăхах çухалчĕç.

(20) Эпĕ сылтăм енчи ытти çуначĕсем те вăхăчĕ-вăхăчĕпе пуçлăх пулма çĕкленнине куртăм, вĕсенчен хăшĕ-пĕри пуçлăх пулайрĕ, анчах вĕсем çавăнтах çухалса пычĕç;

(21) вĕсенчен тепĕрисем çĕкленчĕç те, анчах пуçлăха тухаймарĕç.

(22) Çакăн хыççăн вара вуникĕ пысăк çунат та, икĕ пĕчĕк çуначĕ те урăх курăнмарĕç,—

(23) çапла ĕнтĕ ăмăрткайăк кÿлепинчен виçĕ пуçпа ултă пĕчĕк çунатсăр пуçне урăх нимĕн те юлмарĕ.

(24) Çакна куртăм: акă ĕнтĕ ултă пĕчĕк çунатран иккĕшĕ уйăрăлса кайрĕç те сылтăм енчи пуç айне вырăнаçрĕç, тăваттăшĕ хăйсен вырăнĕнчех юлчĕç.

(25) Унтан пĕчĕк çунатсем çĕкленме, пуçлăха ларма пикенсе пăхрĕç:

(26) акă пĕри çĕкленчĕ те çавăнтах çухалчĕ;

(27) иккĕмĕш пĕчĕк çунат вара унран та хăвăртрах çухалчĕ.

(28) Вара куртăм эпĕ: акă сыхланса юлнă икĕ пĕчĕк çунат та патша пулма тăрăшса пăхрĕ.

(29) Вĕсем çапла хăтланнă вăхăтра тÿлек пуçсенчен пĕри, варринчи, вăранчĕ, вăл ытти икĕ пуçран пысăкрахчĕ.

(30) Вара эпĕ ытти икĕ пуçĕ унпа пĕрлешсе кайнине куртăм.

(31) Çак пуç, ытти икĕ пуçпа пĕрлешсе кайнăскер, патша пулма ăнтăлнă икĕ пĕчĕк çуната çисе ячĕ.

(32) Вăл пĕтĕм çĕре ярса илчĕ, çĕр çинче пурăнакансене хаяррăн пусмăрласа хуçаланчĕ — çĕр чăмăрĕ çинче вăл унччен пулнă пур çунатран та ытларах вăхăт хушши влаç тытса тăчĕ.

(33) Çакăн хыççăн эпĕ варринчи пуç та, çунатсем пекех, сасартăк çухалнине куртăм;

(34) тата икĕ пуç юлчĕ, вĕсем те çĕре, çĕр çинче пурăнакансене çавнашкалах тытса тăчĕç.

(35) Эпĕ курса тăнă вăхăтра акă сылтăм енчи пуç сулахай енчине çисе ячĕ.

(36) Вара эпĕ хама: хăвăн умналла пăх та мĕн курни çинчен шухăшла, теекен сасса илтрĕм.

(37) Вара куртăм эпĕ: темĕскер, арăслан евĕрлĕскер, вăрмантан ÿхĕрсе чупса тухрĕ те ăмăрткайăка этем сассипе каларĕ:

(38) итле эпĕ хăвна мĕн калассине тата Çÿлти Турă мĕн калассине итле:

(39) Эпĕ Хам пултарнă тĕнчере пуç пулма лартнă тăватă чĕрчунран пĕри пулмарăн-и-ха эсĕ? Эпĕ вĕсем урлă çак тĕнчен юлашки вăхăчĕ çиттĕр тенĕччĕ,

(40) эсĕ, çавсенчен тăваттăмĕшĕ, килтĕн те малтан пулнă чĕрчунсене пурне те çĕнтертĕн, тĕнчене, пĕтĕм тĕнчене йăлт чĕтреве ÿкерсе тытса тăтăн — хăвна пăхăнса тăракансене хаяр пусмăрласа, пĕтĕмпе хĕсĕрлесе çитертĕн, нумай хушă çĕр çинче ултавпа пурăнтăн.

(41) Эсĕ çĕре тÿрĕлĕхпе сут туман:

(42) эсĕ йăвашшисене хĕсĕрленĕ, тăнăçлăха кăмăллакансене кÿрентернĕ, тĕрĕс калакансене курайман, суеçĕсене юратнă, лайăх ĕçлекенсен çурчĕсене çаратнă, хăвна сăтăр туманнисен хÿмисене ише-ише антарнă.

(43) Санăн мăнаçлăху Çÿлти Турă патне çитрĕ, санăн мăнкăмăллăху Тĕрекли патне çитрĕ.

(44) Вара Çÿлти Турă Хăйĕн вăхăчĕ çине пăхрĕ те — акă ĕнтĕ вăл вĕçленнĕ, ĕмĕр вĕçĕ çитнĕ.

(45) Çавăнпа та çухал эсĕ, ăмăрткайăк, пысăк çунатусем те, ирсĕр пĕчĕк çунатусем те, хаяр пуçусем те, шелсĕр чĕрнÿсем те хăвăн юравсăр кÿлепÿпе пĕрле çухалччăр,

(46) пĕтĕм çĕр канса илтĕр, санăн пусмăрунтан ирĕке тухтăр,— хăйне Пултараканăн сутне тата ырăлăхне шанса тăтăр.

12

(1) Арăслан ăмăрткайăка çак сăмахсене каланă чухне эпĕ акă мĕн куртăм:

(2) ăмăрткайăкăн чĕрĕ юлнă пуçĕ урăх курăнмарĕ, ĕнтĕ ун патне куçнă икĕ пĕчĕк çунат патшана ларасшăн çĕкленчĕç, анчах вĕсен патшалăхĕсем вăйсăр пулчĕç, унта пĕр вĕçĕмсĕр пăлхавсем пула-пула иртрĕç.

(3) Тата çакна та куртăм: акă вĕсем çухалчĕç, ăмăрткайăк кÿлепи йăлтах çунса кайрĕ — пĕтĕм çĕр сехĕрленсе ÿкрĕ, эпĕ те ăшчик хускалнине, ăс пăтраннине тата хытă хăранине пула вăранса кайрăм та хама хам каларăм:

(4) эпĕ Çÿлти Туррăн çулĕсене тишкересшĕнччĕ, çавăнпа манăн çакна курмалла пулчĕ, терĕм.

(5) Акă ĕнтĕ ăс-тăнăм пăтранать, чун хавалĕ шалтăрах кайрĕ, çакă каç хытă хăранипе манăн чĕптĕм вăй та юлмарĕ.

(6) Эпĕ халĕ Çÿлти Турра хама вĕçне çитиччен тĕреклĕ тăма вăй-хал патăр тесе кĕлтăвăп, терĕм.

(7) Вара каларăм эпĕ: эй Çÿлхуçа Патша! эхер те эпĕ Санăн умăнта тивлет илтĕм пулсассăн, Эсĕ мана ыттисенчен тÿрĕрех тесе шутлатăн пулсассăн, манăн кĕллĕм Сан патна çитрĕ пулсассăн,

(8) мана тĕреклĕх пар, мана, Хăвăн чуруна, çак хăрушă курăнăвăн тупсăмне кăтарт, çапла манăн чунăма пĕтĕмпех лăплантар,

(9) мĕншĕн тесессĕн Эсĕ мана юлашки вăхăта кăтартма тивĕçлĕ тесе шутларăн, терĕм. Вăл каларĕ мана:

(10) ку курăнăвăн тупсăмĕ çапла:

(11) тинĕсрен çĕкленсе хăпарнă ăмăрткайăк, эсĕ курнăскер,— хăвăн Даниил тăванна кăтартнă тăваттăмĕш патшалăх вăл,

(12) анчах ăна халĕ Эпĕ сана ăнлантарса панă пек ăнлантарман.

(13) Акă çĕр çинче унччен пулнă мĕнпур патшалăхран хăрушăрах патшалăх пулса тăрас кунсем çывăхарса килеççĕ.

(14) Унта пĕрин хыççăн тепĕри вуникĕ патша пуç пулать.

(15) Вĕсенчен иккĕмĕшĕ пуç пулма тытăнать те патшалăха ыттисенчен пуринчен те ытларах вăхăт хушши тытса тăрать.

(16) Çакна пĕлтерет те эсĕ курнă вуникĕ çунат.

(17) Эсĕ илтнĕ сасă вара — ăмăрткайăк пуçĕсенчен мар, ун кÿлепи варринчен тухнă сасă —

(18) çав патшалăх хыççăн пысăк хирĕçÿсем пулса иртессе, патшалăх саланса каяс хăрушлăх пуласса пĕлтерет; анчах вăл ун чухне саланса каймасть, тĕреклĕленсе унчченхи пекех пулать.

(19) Эсĕ курнă сакăр пĕчĕк çунат — пысăк çунатсем айне вырăнаçнăскерсем, вĕсемпе пĕрлешнĕскерсем — акă мĕне пĕлтереççĕ:

(20) патшалăхра сакăр патша çĕкленсе тухать, вĕсем патшара нумайччен лараймĕç, вĕсенĕн çулĕсем вĕçсе иртсе кайĕç.

(21) Пĕр патши каяс, тепĕр патши ларас хушăра икĕ патши пуç хурĕ. Тăваттăшĕ çав вăхăт вĕçленсе пыричченех сыхланса юлĕ, иккĕшĕ вара вĕçне çитичченех сыхланса юлĕ.

(22) Эсĕ курнă тÿлеклĕ виçĕ пуç вара çакна пĕлтерет:

(23) патшалăхăн чи юлашки кунĕсенче Çÿлти Турă виçĕ патша çĕклентерĕ, нумай патшалăха вĕсен аллине парĕ — кусем вара çĕре, ун çинче пурăнакансене пăхăнтарса тăрĕç,

(24) вĕсем унччен пулнă мĕнпур патшаран хытăрах хĕсĕрлĕç; çавăнпа вĕсене ăмăрткайăк пуçĕсем тенĕ,

(25) шăпах çавсем ĕнтĕ ăмăрткайăкăн усал ĕçĕсен виçине тултарĕç.

(26) Ăмăрткайăкăн пысăк пуçĕ урăх курăнманни патшасенчен пĕри хăйĕн выртан вырăнĕ çинчех, анчах асапланса вилессе пĕлтерет,

(27) тепĕр иккĕшне хĕç тĕп тăвĕ:

(28) пĕрин хĕçĕ хăй çумĕнчинех, тепĕрне, тĕп тăвать, анчах юлашки ĕмĕр вĕçĕнче хăй те хĕçренех вилĕ.

(29) Эсĕ пысăк çунат айĕнчи икĕ пĕчĕк çунат сылтăм енчи пуç патне куçнине курнă, ку çакна пĕлтерет:

(30) çав икĕ пĕчĕк çунат — Çÿлти Турă патшалăх пĕтнĕ тĕле сыхласа хăварнă икĕ патша, куртăн ĕнтĕ — вĕсен патшалăхĕ вăйсăр пулнă, унта пĕр вĕçĕмсĕр пăлхав пула-пула иртнĕ.

(31) Эсĕ тата вăрмантан ÿхĕрсе тухнă арăслана курнă, вăл ăмăрткайăка пĕтĕм тĕрĕсмарлăхĕшĕн, усал сăмахĕсемшĕн питленине илтнĕ,

(32) ку вăл — Çу Сĕрнĕскерĕ, Çÿлти Турă Ăна, Давид йăхĕнчен тухасскерне, тĕнче пĕтнĕ тĕле çав патшасене, вĕсенĕн усал ĕçĕсене хирĕç тăма палăртса хунă, Вăл вĕсене питлĕ, хăйсем мĕнле хĕсĕрленине хăйсенех кăтартĕ.

(33) Вăл вĕсене чĕррисен сучĕ умне тăратĕ, питленĕ хыççăн хаса парĕ.

(34) Хăйĕн ырă кăмăлĕпе Вăл Манăн йăлкăма, Манăн çĕрĕмсенче сыхланса юлнисене, çăлĕ, вĕсене Вăл вĕçĕ çитичченех — Эпĕ сана пуçламăшĕнчех каланă сут кунĕ çитичченех — савăнтарса тăрĕ.

(35) Çакăн пек эсĕ курнă тĕлĕк, çакăн пек унăн тупсăмĕ.

(36) Çÿлти Туррăн çак вăрттăнлăхне пĕлме пĕртен-пĕр эсĕ тивĕçрĕн.

(37) Ху курнине çакна пĕтĕмпех кĕнекене çырса хăвар та шанчăклă вырăна хур;

(38) вара хăвăн халăхун ăслă çыннисене, вĕсен чĕри çак вăрттăнлăхсене йышăнма тата упрама пултарасса шанатăн пулсассăн, вĕрент çакна.

(39) Эсĕ çакăнта тата çичĕ кун пул-ха: Çÿлти Турă сана Хăй мĕн кăтартас тенине кăтартĕ, терĕ Ангел. Вара ман патăмран пăрăнса кайрĕ.

(40) Çичĕ кун иртнĕ хыççăн, пĕтĕм халăх эпĕ хулана таврăнманни çинчен пĕлсен, пуçлăхсем те, ахаль халăх та пурте пĕрле пуçтарăннă та — ман патăма пычĕç, мана каларĕç:

(41) сана хирĕç мĕн туса çылăха кĕтĕмĕр эпир? Пире пăрахса хăварсах çак вырăнта лармалла мĕнпе кÿрентертĕмĕр сана?

(42) Иçĕм çырли çупкăмĕ пек, тĕттĕм çĕрти çутаткăç пек, тăвăлтан çăлăннă карап пек, карапсем тăмалли вырăн пек, пророксенчен пĕр эсĕ çеç юлтăн.

(43) Пирĕн тĕллĕн йăтăнса аннă инкек сахал-им?

(44) Эхер те эсĕ пире пăрахсан, Сион çуннă чухне хамăр та çунса кайни аванрах пулнă пулĕччĕ пирĕншĕн,

(45) мĕншĕн тесессĕн эпир унта вилнисенчен мала мар, терĕç. Вĕсем хыттăн кăшкăрса йĕчĕç. Эпĕ вĕсене çапла хуравласа каларăм:

(46) Израиль, çирĕп пул, Иаков килĕ, ан хуйхăр:

(47) Çÿлти Турă сире асĕнче тытать, çак йывăрлăхра Тĕрекли сире манса кайман.

(48) Эпĕ те сире пăрахман, сирĕн патăртан кайман, çак вырăна эпĕ тустарса хăварнă Сионшăн кĕлтума, мăшкăла хăварнă сăваплă вырăнăр валли ырăлăх ыйтма килтĕм.

(49) Халĕ кашниех хăвăр килĕре кайăр, çак кунсем иртсессĕн, эпĕ те сирĕн пата пырăп, терĕм.

(50) Халăх, эпĕ каланă пек, хулана кайрĕ,

(51) эпĕ вара, хама хушнă пек, çичĕ кун хушши хиртех пурăнтăм, çав кунсенче хир чечекĕпе çеç тăранса пурăнтăм, маншăн курăк апат пулчĕ.

13

(1) Ку çичĕ кун хыççăн пулчĕ, эпĕ çĕрле тĕлĕк куртăм:

(2) акă тинĕсрен çил çĕкленчĕ, унăн хумĕсене пăлхатма пуçларĕ.

(3) Эпĕ çакна куртăм: акă ĕнтĕ çав çиле пула тинĕсрен этем евĕрлĕскерĕ тухрĕ. Эпĕ çав этем тÿпе пĕлĕчĕсемпе вĕçнине куртăм; пăхса илме пуçне ăçталла пăрсан та, ун айĕнче мĕн курăнни пурте чĕтĕресе тăрать;

(4) вăл каланă чухне унăн сассине илтекенсем пурте вут ăшшине туйса илнĕ ăвăс ирĕлме тытăннă пекех çунма пуçлаççĕ.

(5) Кун хыççăн эпĕ тата çакна куртăм: çак ара, тинĕсрен çĕкленнĕскере, хирĕç çапăçма тĕнченĕн тăватă енчен те имсĕр-сумсăр çын пуçтарăнчĕ.

(6) Куртăм эпĕ: акă вăл хăйне валли çÿллĕ ту катса кăларчĕ те ун çине вĕçсе хăпарчĕ.

(7) Эпĕ çак тăва хăш çĕршывран е хăш вырăнтан катса кăларнине курма тăрăшрăм, анчах кураймарăм.

(8) Çакăн хыççăн эпĕ ăна хирĕç çапăçма пухăннисем пурте питĕ хăраса ÿкнине, çапах та çапăçма хăюлăх çитернине куртăм.

(9) Вăл вара, йышлă халăх талпăнса пынине курсассăн, аллине те çĕклемерĕ, сăнă та, нимĕнле вăрçă кăралĕ те тытмарĕ;

(10) эпĕ çакна çеç куртăм: мана вăл хăйĕн çăварĕнчен — вут варкăшĕ, тутинчен — ыткăнакан çулăм, чĕлхинчен хĕм тата çил-тăвăл кăларса тăнăн туйăнчĕ; çакă — вут варкăшĕ, ыткăнакан çулăм, вăйлă çил-тăвăл — пĕтĕмпе пĕрле пăтранатчĕ.

(11) Çапăçма хатĕрленсе тăнă йышлă халăх çине çакă вут-çулăм çĕмрен пек ыткăнса тапăнчĕ, пурне те çунтарса ячĕ, имсĕр-сумсăр йышран кĕлсĕр пуçне нимĕн те юлмарĕ, тĕтĕм шăрши çеç сарăлчĕ; çакна куртăм та — сехĕрленсе ÿкрĕм.

(12) Кун хыççăн эпĕ çак ар ту çинчен аннине, вăл хăй патне тепĕр пысăк йыша — тăнăçлă халăха — чĕнсе илнине куртăм.

(13) Нумайăшĕ ун патне пыра пуçларĕ, хăшĕсем хаваслă сăнлă, хăшĕсем салху сăнлă, хăшĕсен алли-урине çыхса лартнă, хăшĕсене илсе пычĕç — эпĕ питех те хăранипе вăранса кайрăм, вăрантăм та

(14) Çÿлти Туррăма çапла каларăм: Эсĕ малтан Хăвăн чуруна хăватсем кăтартрăн, манăн кĕллĕме йышăнтăн, эпĕ çакна тивĕçлĕ тесе шутларăн;

(15) апла çак тĕлĕк тупсăмне те уçса парсамччĕ мана,

(16) мĕншĕн тесессĕн, эпĕ хам ăсăмпа ăнланнă тăрăх, çав кунсенче чĕрĕ юлнисене хуйхă çитĕ, вилнисене тата пысăкрах хуйхă çитĕ:

(17) – (18) çав кунсемччен чĕрĕ хăварманнисем юлашки кунсенче мĕн пуласса, анчах хăйсем çавăнта хутшăнайманнине ăнланса хурланĕç.

(19) Хальхи тĕлĕксем кăтартнă пек, çав вăхăта чĕрĕ юлнисене вара хуйхă çитĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем пысăк хăрушлăхсемпе пысăк йывăрлăх курĕç.

(20) Анчах ку тĕнчерен пĕлĕт пек çухаличчен, юлашки вăхăтра мĕн пулассине курмасăр юличчен хăрушлăхсене тÿссе юлашки вăхăта курни лайăхрах, терĕм. Вăл мана хуравласа каларĕ:

(21) курăну тупсăмне калăп сана, ху мĕн ыйтнине те уçса парăп.

(22) Эсĕ чĕрĕ хăварнисем пирки каларăн, çавна акă мĕнле ăнланмалла:

(23) хăрушлăха кĕрсе ÿкнисене — Пурне те Пултаракан Турра ĕненекенсене, Унăн ĕçне туса тăракансене — çав вăхăтра хăрушлăх Яраканскерех сыхласа хăварĕ.

(24) Çапла вара пĕл: чĕрĕ хăварнисем вилнисенчен телейлĕрех.

(25) Курăнăва çапла ăнланмалла: эсĕ тинĕс варринчен çĕкленсе тухакан ара курнă,

(26) ăна Çÿлти Турă нумай вăхăт астуса тăрать, Вăл Хăй мĕн пултарнине ун урлă хăтарĕ: чĕрĕ хăварнисен шăпине çавă татса парĕ.

(27) Эсĕ ун çăварĕнчен тухакан çиле, вут-çулăма, тăвăла курнă,

(28) ун аллинче сăнă та, ытти вăрçă кăралĕ те пулман, анчах вăл хăйне хирĕç çапăçма тесе пынă пысăк йыша пĕтерсе пăрахнă,— ăна çапла ăнланмалла:

(29) акă Çÿлти Турă çĕр çинче пурăнакансене хăтарас кунсем çитсе пыраççĕ,

(30) çакă вăл çĕр çинче пурăнакансене хăратса пăрахĕ,—

(31) ĕнтĕ пĕрисем теприсене хирĕç, хула хулана хирĕç, пĕр вырăн тепĕрне хирĕç, халăх халăха хирĕç, патшалăх патшалăха хирĕç вăрçăпа тухĕ.

(32) Çавăн чухне Эпĕ сана маларах кăтартнă паллăсем пулĕç, вара эсĕ тинĕсрен çĕкленекен ар пек курнă Манăн Ывăлăм тухĕ.

(33) Вара, халăхсем пурте Унăн сассине илтсен, кашниех хăйĕн çĕршывĕнче пĕр-пĕрин хушшинче пыракан вăрçа пăрахса хăварĕ те,

(34) имсĕр-сумсăр йыш пĕр ушкăна пуçтарăнĕ — пурте пĕрле кайса, Ăна çĕнтерес тейĕç.

(35) Вăл вара Сион тăвĕ тăррине улăхса тăрĕ.

(36) Сана этем алли касмасăрах пулнă ту курăннă пек, пурне те ĕнтĕ пĕтĕмпех туса çитернĕ Сион курăнĕ.

(37) Манăн Ывăлăм вара çак пуçтарăннă халăхсене, вĕсен усал ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларĕ — эсĕ курнă çил-тăвăл çакна пĕлтерет. Вăл вĕсене хăйсен усал шухăшĕсемшĕн питлĕ, вĕсене хăйсене асаплантарас асапсене кăтартĕ — ыткăнакан çулăм çакна пĕлтерет.

(38) Вăл вĕсене çăмăллăнах саккунпа пĕтерĕ — вут-çулăм çакна пĕлтерет.

(39) Вăл Хăй патне урăх çынсене — тăнăçлă халăха — пуçтарнине курнă эсĕ,

(40) ку вăл — Осия патша вăхăтĕнче хăйсен çĕрĕнчен тыткăна илсе кайнă вунă йăх, вĕсене, Осия патшапа пĕрлех, Ассири патши Салманассар юханшыв леш енне ют çĕр çине куçарса кайнă.

(41) Вĕсем вара, суя тĕнлисен çĕршывĕнчен тухса кайса, инçерехри çĕршыва, нихăçан та çын пурăнман çĕре, куçса кайма шухăш тытнă,

(42) вĕсем унта хăйсен çĕршывĕнче уяман саккунĕсене уяса пурăнма шутланă.

(43) Хĕсĕк те кансĕр çулпа кайса, вĕсем Евфрат юханшывĕ урлă каçнă,

(44) Çÿлти Турă ун чухне вĕсем валли кĕтретсем пултарнă, вĕсем каçса пынă чухне шыв çулĕсене чарса лартнă,

(45) ĕнтĕ ку çĕршывпа вĕсем чылайччен, çулталăк çурă, утнă пулнă; çав çĕршыва Арсареф теççĕ.

(46) Унта вĕсем юлашки вăхăтченех пурăннă. Халĕ вара, вĕсем таврăнма тытăнсан,

(47) Çÿлти Турă, вĕсем каçса кайччăр тесе, каллех шыв çулĕсене чарса лартĕ; çавăнпа та эсĕ тăнăçлă çынсен йышлă ушкăнне курнă.

(48) Манăн халăхăмран хăшĕсем Манăн сăваплă çĕрĕм çинче юлаççĕ, çавсем упранса юлĕç.

(49) Пĕрле йышлăн пуçтарăннă халăхсене пĕтерме тытăнсан, Вăл Хăйĕн чĕрĕ сыхланса юлнă халăхне хÿтĕлĕ.

(50) Çавăн чухне вĕсене темĕн чухлĕ хăват кăтартĕ, терĕ Ангел.

(51) Эпĕ каларăм: эй Çÿлхуçа Патша! эпĕ тинĕс варринчен çĕкленсе тухакан ара мĕншĕн курнине ăнлантарса парсамччĕ мана, терĕм.

(52) Вăл мана каларĕ: эсĕ тарăн тинĕсре мĕн пуррине тĕпчесе пĕлме пултарайман пекех, çĕр çинче Ман Ывăлăма, Унпа пĕрле пуррисене те Унăн кунĕ çитмесĕр никам та курма пултараймасть.

(53) Эсĕ курнă тĕлĕкĕн тупсăмĕ çакăн пек ĕнтĕ, ăна пĕртенпĕр эсĕ анчах пĕлетĕн.

(54) Эсĕ, хăвăн ĕçÿсене пăрахсах, Манăн саккуна пĕлесшĕн пултăн,

(55) хăвăн пурăнăçна эсĕ ăслăн йĕркелесе ятăн, шухăшлама пĕлнине хăвăн аннÿ вырăнне хутăн.

(56) Çавăнпа сана Çÿлти Турă çавăн пек ырăлăх пачĕ, виçĕ кунран Вăл сана урăххи кăтартĕ, тата пысăкрах вăрттăнлăхсене уçса парĕ, терĕ.

(57) – (58) Вара эпĕ, кайнă майăн, Çÿлти Турра вăхăчĕ-вăхăчĕпе туса кăтартнă хăватсемшĕн тата вăхăта, çав вăхăтра мĕн пулассине тытса тăнăшăн чунтан мухтаса, тав туса хире тухрăм — хирте эпĕ виçĕ кун лартăм.

14

(1) Виçĕ кун иртсессĕн çапла пулчĕ: эпĕ юман айĕнче лараттăм — акă ĕнтĕ мана хирĕçри тĕмĕ хушшинчен сасă илтĕнчĕ: Ездра, Ездра! терĕ.

(2) Эпĕ: эй Турăçăм, эпĕ кунтах, терĕм те ура çине тăтăм.

(3) Вара Вăл мана каларĕ: Ман халăхăм Египетра чура пулса пурăннă чухне Эпĕ Моисее тĕмĕ варринчен курăнтăм, унпа калаçрăм;

(4) вара ăна хушса ятăм та Хамăн халăхăма Египетран илсе тухрăм, ăна Синай тăвĕ патне илсе çитертĕм, нумай кун хушши ăна Хам патăмра тытрăм,

(5) ăна нумай хăват кăтартрăм, вăхăтсен вăрттăнлăхĕсемпе вĕçне пĕлтертĕм, Моисее çапла хушрăм:

(6) «ку сăмахсене пĕлтер, ыттисене пытар» терĕм.

(7) Халĕ вара сана калатăп:

(8) Эпĕ хăвна кăтартнă паллăсене, ху курнă тĕлĕксене, вĕсене ăнлантарса панине чĕрÿне хыв,

(9) мĕншĕн тесессĕн тĕнче вĕçлениччен сана çынсем патĕнчен илсе кайĕç, эсĕ Ман Ывăлăмпа тата хăвăн евĕрлисемпе хутшăнма пуçлăн.

(10) Тĕнче ĕнтĕ хăйĕн çамрăклăхне çухатрĕ, вăхăт ватăлăхалла çывăхарса пырать:

(11) тĕнче ĕмĕрĕ вуникĕ пая пайланнă — унăн тăхăр пайĕпе вуннăмĕш пайĕн çурри иртсе кайнă ĕнтĕ,

(12) апла икĕ пай çурă çеç юлать.

(13) Çапла вара, халĕ хăвăн çуртна йĕркене кÿрт те хăвăн халăхна ăнлантар, хур курнисене лăплантар, çĕр çинчи пурăнăçран хăп,

(14) хĕвĕшÿллĕ шухăшусене пăрах, этем ĕçĕ-хĕлĕнчен уйрăл, этем йăли-йĕркинчен сирĕл, йывăр шухăшусене аяккалла сирсе яр — ку тĕнчерен куçса кайма хатĕрлен:

(15) кайран инкексем эсĕ халĕ курнинчен те ытларах пулĕç.

(16) Тĕнче вăйсăрланнăçемĕн пурăнакансемшĕн усаллăх нумайлансах пырĕ;

(17) чăнлăх тата инçерех кайĕ, суялăх çывăхарĕ. Ĕнтĕ сана курăннă ăмăрткайăк килсе çитме васкать, терĕ Вăл.

(18) Эпĕ çапла хуравласа каларăм: эй Çÿлхуçа, акă эпĕ — Сан умăнта, терĕм;

(19) Эсĕ хушнă пек, эпĕ кайăп та хальхи халăха ăнлантарăп. Анчах кайран çуралакансене кам вĕрентĕ?

(20) Тĕнче ĕнтĕ сĕмлĕхре выртать, унта пурăнакансем — çутăсăр,

(21) мĕншĕн тесессĕн Санăн саккунна çунтарса янă, çавăнпа та Эсĕ мĕн тунине, мĕн тăвассине никам та пĕлмест.

(22) Эхер те эпĕ Санран ырăлăх илтĕм пулсассăн, ман çине Таса Сывлăша ярсамччĕ, чăн пуçламăшĕнчен пуçласа тĕнчере мĕн тунине, Санăн саккунунта мĕн каланине çырса хурам эпĕ, çапла çынсем хăйсене валли çул тупма пултарччăр, юлашки вăхăтра пурăнас теекенсем пурăнма пултарччăр, терĕм.

(23) Вăл мана хуравласа каларĕ: кай та халăха пух, кала — вĕсем сана хĕрĕх кун хушши ан шыраччăр.

(24) Ху вара хăма татки нумайрах хатĕрле, хăвăнпа пĕрле хăвăрт çырма пултаракан пилĕк çынна — Сарие, Даврие, Салемие, Ехана тата Асиеле — ил те

(25) кунта кил. Эпĕ санăн чĕрÿнте ăс-тăн çутине çутăп, вăл эсĕ мĕн çырма пуçласа вĕçне çитиччен те сÿнмĕ.

(26) Çакна туса пĕтерсен, эсĕ хăшне халăха пĕлтер, хăшне ăсчахсене вăрттăн пар. Ыран çак сехетре çырма пуçлăн, терĕ.

(27) Çакăн хыççăн эпĕ, Вăл хушнă пек, кайрăм та пĕтĕм халăха пуçтартăм, вара çапла каларăм:

(28) Израиль, итле çак сăмаха:

(29) пирĕн аттемĕрсем Египетра ютран пынă çынсем пулнă, вĕсене унтан çăлса кăларнă,

(30) вĕсем ĕнтĕ пурăнăç саккунне йышăннă, анчах ăна астуса тăрайман, вĕсем хыççăн ăна эсир те пăсса пурăннă.

(31) Сире еткерлĕхе çĕр, Сион çĕрне, панă пулнă; анчах сирĕн аçăрсем те, эсир хăвăр та йĕркесĕр ĕçсем тунă, Çÿлти Турă кăтартнă çулсенчен пăрăннă,

(32) Вăл вара, тĕрĕс тÿре, мĕн панине кайран сирĕнтен туртса илчĕ.

(33) Эсир — кунта халĕ, тăванăрсем вара — сирĕнтен аякра, этем иртсе çÿрейми вырăнта.

(34) Эхер те эсир ăс-тăнăра çирĕп тытаятăр, чĕрĕре асăрхаса-тĕрĕслесех тăраятăр пулсассăн, пурăнăçăра сыхласа хăварайăр, вилнĕ хыççăн ырăлăх илейĕр:

(35) вилнĕ хыççăн эпир чĕрĕлсе тăрăпăр та, сут пулĕ — ун чухне тÿрĕ çынсенĕн ячĕсене пĕлтерĕç, усаллисенĕн ĕçĕсене кăтартĕç.

(36) Халĕ ман патăма никам та ан пытăр, хĕрĕх кунсăр мана ан шырăр, терĕм.

(37) Вара эпĕ, Вăл хама хушнă пек, пилĕк çынна илтĕм те, эпир хире кайрăмăр, унтах юлтăмăр.

(38) Акă тепĕр кунне мана чĕнекен сасă илтĕнчĕ: Ездра! çăварна уç та Эпĕ мĕн панине

ĕçсе яр, терĕ.

(39) Эпĕ çăварăма уçрăм та, акă мана тулли курка пачĕç, унта шыв тултарнă пек туйăнчĕ, анчах тĕсĕ унăн вут-çулăм тĕсĕ евĕрлĕччĕ.

(40) Эпĕ тытрăм та ĕçсе ятăм, ĕçсе ярсассăн чĕремрен ăс-тăн тапса тăчĕ, кăкăрăмра ăслăлăх ÿссе пычĕ, ăс-хакăлăм вара пурне те асра тытрĕ;

(41) çăварăм манăн уçах тăчĕ, урăх хупăнмарĕ.

(42) Çÿлти Турă çав пилĕк çынна та ăс-хакăл пачĕ, кăнтăрла вĕсем хăйсене мĕн каланине, хăйсем пĕлменнине черетпе çырса пычĕç.

(43) Апатне вĕсем çĕрле çирĕç; эпĕ вара кăнтăрла та калаçрăм, çĕрле те шăпланса лармарăм.

(44) Хĕрĕх кун хушшинче тăхăрвун тăватă кĕнеке çыртăмăр.

(45) Хĕрĕх кун иртсессĕн,

(46) Çÿлти Турă каларĕ: ху малтан çырнă çирĕм тăватă кĕнекене ан пытар — тивĕçлисем те, тивĕçсĕррисем те вулаччăр,

(47) юлашки çитмĕлĕшне вара халăх хушшинчи ăсчахсене парса хăварма упра,

(48) мĕншĕн тесессĕн çав кĕнекесенче — ăс-хакăл çулĕ, ăслăлăх çăлкуçĕ, пĕлÿ юханшывĕ, терĕ Вăл. Эпĕ çапла турăм та.

15

(1) Çÿлхуçа çапла калать: Эпĕ санăн туту-çăварна хывакан сăмахсене — малашлăха пĕлтерекен сăмахсене — Манăн халăхăма илтмелле кала,

(2) тата вĕсене хут çине çырса хуччăр, мĕншĕн тесессĕн вĕсем — тĕрĕс, чăн сăмахсем.

(3) Хăвна хирĕç усал шухăш тытакансенчен ан хăра, хăвна хирĕç калаçакансем ĕненменни те ан пăшăрхантартăр сана,

(4) мĕншĕн тесессĕн ĕненменскерĕ кирек кам та хăйĕн ĕненменлĕхĕпех вилет.

(5) Эпĕ акă пĕтĕм çĕр çине хĕн-хур — хĕç те выçлăх, вилĕм те инкек-синкек — ярăп,

(6) мĕншĕн тесессĕн çынсен усаллăхĕ пĕтĕм çĕре ирсĕрлесе çитерчĕ, вĕсенĕн йĕркесĕр ĕçĕсем виçерен те иртсе кайрĕç, тет.

(7) Çавăнпа калать те Çÿлхуçа:

(8) Эпĕ ĕнтĕ вĕсем çылăха кĕрсе тăвакан йĕркесĕр ĕçсем çинчен шарламасăр тăмăп, вĕсенĕн усал ĕçĕсене тÿссе тăмăп: акă айăпсăррисенĕн, тÿрĕ çынсенĕн юнĕ Мана кăшкăрса чĕнет, тÿрĕ çынсенĕн чунĕсем те пĕр чарăнмасăр кăшкăрса чĕнеççĕ.

(9) Тавăратăпах вĕсене, айăпсăр юнне тăкнисене Хам патăма илĕп, тет Çÿлхуçа.

(10) Акă ĕнтĕ Манăн халăхăм пусма илсе каякан кĕтÿ пек пырать; вăл Египетра пурăннине урăх тÿссе тăраймăп,

(11) ăна Хамăн тĕреклĕ аллăмпа, хăватлă вăйăмпа унтан илсе тухăп, ĕлĕкхи пекех, Египет çине хĕн-асап ярăп, унăн пĕтĕм çĕрне пĕтерĕп.

(12) Турă янă хĕн-асаппа, Турă епле тавăрнипе Египет хăйĕн пĕтĕм тĕпĕ-йĕрĕпе йĕрсе ярĕ.

(13) Çĕр ĕçлекенсем те йĕрсе ярĕç, мĕншĕн тесессĕн тырă вăрлăхĕ шăтмасть, йывăçсене хура тутăх тивнĕ, пăр тата хăрушă çăлтăр çапса хăварнă.

(14) Хуйхă çитĕ çак тĕнчене, çак тĕнчере пурăнакансене:

(15) ĕнтĕ хĕç тата вĕсем пĕтесси çывăхарчĕ, пĕр халăх тепĕр халăх çине вăрçăпа çĕкленĕ, хĕç — вĕсен аллинче.

(16) Çынсем улшăнса çеç тăрĕç. Пĕрисем тепĕрисене çĕнтерсе, хăйсен патшисемшĕн тăрăшма пăрахĕç, пуçлăхсем те, хăйсене вăйлă çын вырăнне хурса, пăхăнми пулĕç.

(17) Çын хулана каяс тейĕ те — каяймĕ,

(18) мĕншĕн тесессĕн çынсем мăнкăмăлланса кайнăран хуласенче пăлханĕç, кил-çуртсене тустарса тухĕç, çынсем хăрама пуçлĕç.

(19) Выçлăха тата инкек-синкеке пула çын хăйĕн çывăх çыннине те хĕрхенмĕ, унăн килне-çуртне вăрçă кăралĕпех тустарса тухĕ, унăн пурлăхне çаратĕ.

(20) Акă Эпĕ çĕр çинчи пур патшана та — тухăçран та кăнтăртан, çурçĕртен те анăçран — чĕнсе пуçтаратăп: вĕсем Манран хăраса тăччăр, хăйсем вăрланине каялла тавăрса паччăр.

(21) Вĕсем Эпĕ суйласа илнисене халичченех мĕн кăтартаççĕ, хăйсене те çавнах кăтартăп.

(22) Манăн сылтăм аллăм çылăхлисене хĕрхенсе тăмĕ, çĕр çине айăпсăр юна юхтаракансене хĕç те пĕтерме чарăнмĕ, тет Çÿлхуçа Турă.

(23) Вара Унăн çиллинчен вут-çулăм тапса тухнă та çĕрĕн тĕпĕ-йĕрне тата çылăхлă çынсене чĕртсе янă улăм пек пĕтернĕ.

(24) Çÿлхуçа çапла калать: çылăхлисене, Манăн ÿкĕтĕмсене тытса тăман çынсене хуйхă çитĕ!

(25) Хĕрхенмĕп вĕсене. Манран хăпнисем, кайса çухалăр, Манăн сăваплă вырăна ан ирсĕрлĕр, тет.

(26) Çÿлхуçа Хăйне хирĕç тăрса çылăха кĕрекенсене пурне те пĕлет; çавăнпа Вăл вĕсене вилмелле те вĕлермелле тунă.

(27) Пĕтĕм çĕр çине инкексем çитрĕç ĕнтĕ, сирĕн вĕсене тÿссе пурăнма тивĕ. Турă хăтармĕ сире, мĕншĕн тесессĕн эсир Ăна хирĕç пырса çылăха кĕнĕ.

(28) Акă эсир хăрушшине куратăр, вăл тухăç енчен килет.

(29) Арави аçтахисен çурисем йышлă çар ураписемпе вăрçа тухĕç, çĕр çийĕн çил пек ыткăнса пырĕç, хăйсем çинчен илтнисенĕн сехрине хăпартĕç, пурне те чĕтретсе пăрахĕç.

(30) Вăрмантан хир сыснисем вирхĕнсе тухнă пек, вĕсене хирĕç тилĕрсе-хаярланса кайнă Карман çыннисем тухĕç, пысăк вăйпа çапăçăва кĕрĕç те хăйсен асав шăлĕсемпе Ассири çĕрĕн пĕр пайне пуш-пушă тăратса хăварĕç.

(31) Кайран аçтахасем, хăйсем ăçтан пулса кайнине асрах тытаканскерсем, çиеле тухĕç, пысăк вăй пухса лешĕсене хăвалама пуçлĕç.

(32) Лешĕсем хăраса ÿкĕç, вĕсен вăйне курса шăпланĕç те тĕлли-паллисĕр тарма пуçлĕç.

(33) Анчах та пĕри, Ассири енче пытанса ларнăскер, вĕсене çавăрса илĕ те вĕсенĕн пĕр çыннине вĕлерĕ; вара вĕсен çарĕнче сехĕрленсех ÿкĕç, чĕтрене ерĕç, патшасем те хăраса ÿкĕç.

(34) Акă тухăçпа çурçĕртен пуçласа кăнтăра çитиччен пĕлĕтсем карăнаççĕ, вĕсем хаяррăн курăнаççĕ, асар-писер тăвăл тухассăн туйăнать.

(35) Вĕсем пĕр-пĕрне çитсе çапăнĕç те нумай çăлтăра çĕр çине ÿкерĕç, вĕсен хушшинче вĕсенĕн тĕп çăлтăрĕ те пулĕ; вара хĕç тăкнă юн этем пилĕкĕ таран,

(36) тĕве чĕркуççийĕ таран пулĕ; çĕр çинче хăрушла хăраса чĕтресе тăрĕç.

(37) Çак тискерлĕхе куракансем пурте сехĕрленсе ÿкĕç, чĕтрене ерĕç.

(38) Çакăн хыççăн кăнтăрпа çурçĕртен нумай хутчен тăвăл çĕкленĕ, хăш-пĕр тăвăлĕ анăçран пулĕ,

(39) тухăç енчен вăйлă çилсем çĕкленĕç те ăна тата Эпĕ çиллĕмпе кăларнă хаяр пĕлĕтсене хăваласа ярĕç; тухăçпа анăçран çил вĕрнĕ чухне хăратса тăма палăртнă çăлтăр вара сиенленĕ.

(40) Вара пĕлĕтсем — мăн пĕлĕтсем, вăйлă та хаяр пĕлĕтсем — çĕкленĕç, çĕрпе ун çинче пурăнакансене хăратса тăма çăлтăр та çĕкленĕ; çав пĕлĕтсем пур çĕре те, çÿллĕ те тÿпем вырăнсене, çăлтăрсен тăвăлне

(41) тата вутпа пăр, вĕçекен хĕçсем тата хирсене, çăлсене тултармашкăн шутсăр нумай шыв тăкса ярĕç;

(42) ĕнтĕ хулапа унăн хÿмине, тусемпе сăртсене, вăрманти йывăçсене, улăхри курăка, вĕсен тыррине шыва путарĕç;

(43) çав шыв пĕр чарăнмасăр Вавилона çитĕ те ăна аркатса тăкĕ;

(44) пуçтарăнĕç те Вавилон патне — çавăрса илĕç; ун çине çăлтăрпа хаярлăх тăкăнĕ. Тÿпене çитиех тусанпа тĕтĕм çĕкленĕ, йĕри-тавра пурте Вавилоншăн хурланса йĕрĕç.

(45) Чĕрĕ юлнисем вара хулана аркатнисемшĕн ĕçлесе тăма тытăнĕç.

(46) Эсĕ вара, Асия, Вавилон пекех илемлĕ те чаплăскер,

(47) ун евĕрлĕ пуласшăн тĕмсĕлеттĕн, хăвăн хĕрÿсене асса пурăнма капăрлантарса тумлантараттăн, хăвăн еркĕнÿсене килĕшчĕр, вĕсем умĕнче чаплă пулччăр тесе тăрăшаттăн, лешĕсем вара яланах санпа асасшăнччĕ, эй мĕскĕн, çавăншăн сана хуйхă çитĕ!

(48) Эсĕ хăвăн мĕнпур ĕçне курайманлăха тивĕçлĕ Вавилон пек тума тăрăшаттăн.

(49) Турă çапла калать: çакăншăн сан çине хĕн-хур ярăп: тăлăха тăратса хăварăп, чухăнлăхпа выçлăх, хĕçпе чир-чĕр ярăп, çапла сирĕн кил-çурта пусмăрпа та вилĕмпе пушатса хăварăп.

(50) Санăн мухтавлă хăвату, ху çине янă шăрăх çитсессĕн, чечек типнĕ пекех типсе ларĕ.

(51) Эсĕ, амантса пĕтернĕ мĕскĕн хĕрарăм пек вăйсăрланса çитнĕскер, хăвăн чаплă еркĕнÿсене йышăнма пултараймăн.

(52) – (53) Эпĕ суйласа илнĕ çынсене эсĕ пĕр вĕçсĕр вĕлермен пулсассăн, вĕсене пĕтерес тесе алă çĕклемен пулсассăн, ху ĕçсе ÿсĕрĕлсен вĕсен виллисенчен мăшкăлласа кулман пулсассăн, сана çак териех курайми пулăттăм-и Эпĕ? тет Çÿлхуçа.

(54) Капăрлат хăвăн пит-куçна:

(55) аскăн ĕçÿпе ĕçлесе илесси — ăшунтах санăн; çакăншăн тивĕçли çитĕ сана.

(56) Эсĕ Манăн суйласа илнĕ çыннăмсене мĕн кăтартнă, Турă сана çавнах кăтартĕ — сана инкек айне тăвĕ:

(57) ачу-пăчу выçăпа вилсе пĕтĕ, ху хĕçпе касăлса ÿкĕн, сан хулусене аркатса тăкĕç, сан çыннусем пурте хирте хĕç айне пулса тăкăнĕç,

(58) ту çинче пурăнакансем выçăпа вилсе пĕтĕç, çăкăр çитменнипе хăйсен ÿтне çийĕç, шыв çуккипе юн ĕçĕç.

(59) Сирĕн хуйхă-суйхă ыттисенчен нумайрах пулĕ, тата инкексем те хутшăнĕç.

(60) Вавилона çĕмĕрекенсем каялла таврăннă чухне вĕсем санăн пушанса юлнă хулуна талпăнса кĕрĕç те сан çĕрÿн пĕр пайне пĕтерсе тăкĕç, сан чапун та пĕр пайĕ пĕтĕ.

(61) Пĕтсе ларнăскер, эсĕ вĕсемшĕн улăм вырăнне пулăн, вĕсем саншăн вут-кăвар пулĕç —

(62) вара сана, санăн хулусене, санăн çĕрне, санăн тăвусене тĕп тăвĕç, санăн пур вăрманупа çимĕç кÿрекен йывăçусене çунтарса ярĕç;

(63) ывăлусене тыткăна илсе кайĕç, пурлăхна туртса илĕç, санăн мухтавна тĕп тăвĕç, тет Çÿлхуçа.

16

(1) Хуйхă çитĕ сире, Вавилонпа Асия, хуйхă çитĕ сире, Египетпа Сири!

(2) Хуйхă тумтирĕ, шăлапир тумтир тăхăнăр, ывăлăрсемшĕн хÿхлĕр, татăлса макăрăр, мĕншĕн тесессĕн сирĕн пĕтесси çывăхарчĕ.

(3) Сирĕн çине хĕç сулса янă — кам сирейĕ ăна?

(4) Сирĕн çине вут-çулăм янă — кам сÿнтерейĕ ăна?

(5) Сирĕн çине хĕн-хур янă — кам каялла çавăрĕ ăна?

(6) Кам та пулсан вăрманта выçă арăслана хăваласа ярайĕ-и е çунма пуçланă улăма сÿнтерсе лартайĕ-и?

(7) Вăйлă ухăçă кăларса янă çĕмрене кам та пулин тытса чарайĕ-и?

(8) Çÿлхуçа Турă хĕн-хур ярать — кам чарайĕ çавна?

(9) Ун çиллинчен вут тухрĕ — кам сÿнтерейĕ ăна?

(10) Вăл çиçĕм çиçтерет те — кам хăрамĕ? Аслати авăттарать те — кам сехĕрленсе ÿкмĕ?

(11) Çÿлхуçа хаяррăн пăхать те — Ун умĕнче кам шалтăрах каймĕ?

(12) Çĕрпе унăн тĕпĕ-йĕрĕ чĕтресе кайрĕç; тинĕс тĕпренех хумханать, хумсем те, пулăсем те пăлханаççĕ — ку Çÿлхуçа сăнĕнчен, Унăн виçесĕр хăватĕнчен килет:

(13) Унăн ухă карăнтаракан сылтăм алли хăватлă, Вăл кăларса яракан çĕмренсем çивĕч — çĕр вĕçне-хĕрне çитиччен персе ярсассăн та вăйсăрланмĕç.

(14) Акă хĕнасап килсе тăрать, çĕр çине çитмесĕр каялла таврăнмасть.

(15) Вут-çулăм хыпса илет — çĕр тĕпне-йĕрне çунтарса ямасăр сÿнмест.

(16) Вăйлă ухăçă персе янă çĕмрен каялла таврăнман пекех, çĕр çине янă хĕн-асап та каялла таврăнмасть.

(17) Хуйхă çитĕ мана, хуйхă çитĕ мана! Кам çăлĕ мана çав кунсенче?

(18) Хĕн-хур пуçланĕ те — нумайăшĕ ахлатса ярĕ; выçлăх пуçланĕ те — нумайăшĕ пĕтĕ; вăрçăсем пуçланĕç те — пуçлăхсем сехĕрленсе ÿкĕç; хĕн-асап пуçланĕ те — пурте чĕтрене ерĕç.

(19) Хĕн-асап çитсессĕн, мĕн тумалла-ха вĕсен?

(20) Акă выçлăхпа чир-чĕре, хуйхăпа йывăрлăха, чăпăркка пек, çынсене тÿрленме ярса панă;

(21) анчах çынсем пурпĕр хăйсен йĕркесĕр ĕçĕсене пăрахмаççĕ, инкек-синкеке пур чухнех те асра тытмаççĕ.

(22) Çĕр çинче акă пур япала та йÿнелĕ, çынсем лăпкă пурăнăç çитрĕ тесе шутлĕç; анчах шăпах çавăн чухне çĕр çине хĕн-хур капланса килĕ: хĕç, выçлăх, пысăк пăлхав пулĕ.

(23) Çĕр çинче пурăнакансем выçлăхпа питĕ нумаййăн вилсе пĕтĕç, ыттисем вара, выçлăха чăтса ирттернисем, хĕçпе касăлса ÿкĕç.

(24) Вилесене, тислĕк пек, туха-туха пăрахĕç, вĕсемшĕн никам та хÿхлемĕ, мĕншĕн тесессĕн çĕр пушанса юлĕ, ун çинчи хуласене аркатса пĕтерĕç.

(25) Çĕр ĕçлесе, акса тăракан никам та юлмĕ.

(26) Йывăçсем çимĕç кÿрĕç — кам татса пуçтарĕ ăна?

(27) Иçĕм çырли пиçсе çитĕ — кам юхтарĕ унăн сĕткенне? Ĕнтĕ пур çĕрте те юхăнчăк хуçаланĕ.

(28) Этемĕн тепĕр этеме курас килĕ, унăн сассине илтес килĕ,

(29) мĕншĕн тесессĕн хулара пурăнакансенчен вунă çынран ытла мар тăрса юлĕ, ялсенче пурăнакансенчен пĕр иккĕн юлĕç, вĕсем чăтлăх катара, ту çурăкĕнче пытанса пурăнĕç.

(30) Çу йывăçĕн пахчинче тепĕр чухне йывăçсем çинче виçĕ-тăватă çырла çеç юлнă пек,

(31) е иçĕм çырлине тĕплĕн татса пуçтарнă пулсан та, пахчара асăрхамасăр темиçе çупкăм хăварнă пек,

(32) çав кунсенче, килсене хĕçпе ухтарса тухсассăн, виçĕ е тăватă çын çеç тăрса юлĕ.

(33) Çĕр хăрăнса çитĕ: уй-хир шăпланĕ, çулсемпе сукмаксем çеремленсе кайĕç, мĕншĕн тесессĕн унта пĕр сурăх та çÿремĕ.

(1) Каччăсăр тăрса юлнă хĕрсем куççулĕ тăкĕç; упăшкасăр юлнă арăмсем куççулĕ тăкĕç: пулăшусăр юлнă вĕсен хĕрĕсем куççулĕ тăкĕç.

(35) Вĕсен каччисене вăрçăра вĕлерĕç, вĕсен упăшкисем выçăпа вилсе пĕтĕç.

(36) Эй Çÿлхуçа чурисем, итлĕр те çакна — ăса кĕрĕр!

(37) Ку — Çÿлхуçа сăмахĕ: ăна тăнлăр, Çÿлхуçа сăмахĕ сире ан иккĕлентертĕр.

(38) Акă хĕн-хур çывăхарса килет, тăхтаса тăмĕ.

(39) Тăххăрмĕш уйăхра йывăр хĕрарăмăн ача çуратма вăхăт çитсессĕн, çуратас умĕн икĕ е виçĕ сехет малтан варĕ касса ыратма тытăнать, вăхăт çитсессĕн, ача самант та тăхтаса тăмасть —

(40) çавăн пекех çĕр çине килес инкек те тăхтамасть — çынсем çав вăхăтра ахлатса ярĕç; пĕтĕмпе ыратма пуçлĕ вĕсен.

(41) Эй халăхăм, итле çак сăмаха: вăрçа хатĕрленĕр, инкеклĕ вăхăтра урăх çĕртен килнĕ çынсем пек пулăр.

(42) Сутаканни — тарма пуçтарăнакан çын пек, туянаканни вилме хатĕрленекен çын пек пултăр;

(43) суту-илÿ тăваканĕ — нимĕнле услам та кĕтмен çын пек, çурт лартаканĕ унта пурăнма ĕмĕтленмен çын пек пултăр.

(44) Тырă акаканĕ — ăна вырса илме, иçĕм çырли ÿстерекенĕ ăна татса пуçтарма ан шухăшлатăр;

(45) мăшăрланакансем ача-пăча пулмасса, мăшăрланманнисем тăлăххăн пурăнасса пĕлсе тăччăр.

(46) Çавăнпа та ĕçлекенсем пурте усăсăр ĕçлеççĕ:

(47) вĕсем мĕн ĕçлесе тунипе ют çĕр çыннисем усă курĕç, вĕсенĕн пурлăхне çаратса пĕтерĕç, вĕсенĕн çурчĕсене аркатĕç, вĕсенĕн ывăлĕсене чурана кăларĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсем хăйсен ачисене тыткăнра та выçлăхра çуратаççĕ.

(48) Суту-илÿ тăвакансем хăйсене çаратнипе асапланĕç; вĕсем хăйсен хулисене, кил-çуртне, сăн-питне мĕн чухлĕ ытларах капăрлатĕç,

(49) Эпĕ вĕсене çылăхĕсемшĕн çавăн чухлĕ ытларах çилленĕп, тет Çÿлхуçа.

(50) Таса кăмăллă, йĕркеллĕ хĕрарăм аскăн арăма курайман пекех,

(51) тÿрĕлĕх те хитреленекен тÿрĕмарлăха курайми пулса çитĕ. Çĕр çинчи кирек мĕнле çылăха та хÿтерекене Хÿтĕлекен килсессĕн, тÿрĕлĕх тÿрĕмарлăха куçранах питлĕ.

(52) Çавăнпа та тÿрĕмарлăхпа унăн ĕçĕсем хыççăн ан кайăр:

(53) ĕнтĕ нумай та вăхăт иртмĕ — тÿрĕмарлăха çĕр çинчен сирĕç, сирĕн тĕлĕшшĕн тÿрĕлĕх пуç пулĕ.

(54) Çылăхлă çын «эпĕ çылăха кĕмен» тесе ан калатăр, мĕншĕн тесессĕн «эпĕ Турă умĕнче, Унăн мухтавлăхĕ умĕнче çылăха кĕмен» теекенĕн пуçĕ çинче шĕл-кăвар çунма пуçлĕ.

(55) Çÿлхуçа çынсен мĕнпур ĕçне, вĕсен ĕмĕтне-шухăшне, вĕсен чĕрине, вĕсен кăмăлне пĕлсе тăрать.

(56) Вăл: «çĕр пултăр» тенĕ те — çĕр пулса тăнă, «тÿпе пултăр» тенĕ те — çапла пулса тăнă.

(57) Унăн сăмахĕпе çăлтăрсене пултарнă, Вăл çăлтăрсен шутне пĕлет.

(58) Вăл тĕпсĕр вырăнсене, унта мĕн пытарăнса тăнине курса тăрать, тинĕсе, унта мĕн пуррине виçсе тухнă.

(59) Хăйĕн сăмахĕпе Вăл тинĕсе хăйĕн чиккине кăтартнă, çĕре шывсем хушшине вырăнаçтарнă.

(60) Вăл тÿпене чатăр карнă пек карнă, ăна шывсем çийĕн тăмалла тунă.

(61) Вăл çĕре шăварса тăмашкăн пушхирсене çăлсем, ту тăррисене юханшывсем юхса анмалла кÿлĕсем вырăнаçтарса тухнă.

(62) Вăл этеме пултарнă та ун ÿчĕн варрине чĕре хурса панă, этем ăшне чун-чĕм, пурăнăç, ăс-тăн

(63) тата Пурне те Пултаракан Туррăн — пурне те пултарнă, çĕрĕн курăнман вырăнĕсенче пытарăнса тăраканнине куракан Туррăн — сывлăшне хывнă.

(64) Вăл сирĕн ĕмĕтĕрсене, хăвăр ăшăрта мĕн шухăшланине пĕлсе тăрать, çылăха кĕрекенсене, çылăхĕсене пытарма тăрăшакансене хуйхă çитĕ!

(65) Çавăнпа Çÿлхуçа сирĕн ĕçĕрсене питĕ уçăмлăн курса тăрать, сире пурсăра та тăрă шыв çине кăларĕ —

(66) çав кун сирĕн çылăхăрсем çынсен умне тухса тăрсассăн, йĕркесĕр ĕçĕрсем хăвăра айăплама тытăнсассăн, эсир намăса юлатăр.

(67) Турăпа Унăн Ангелĕсем умĕнче мĕн тăвайăр эсир, хăвăр çылăхăрсене мĕнле пытарма пултарайăр?

(68) Турă — Тÿре: хăрăр Унран; пăрахăр хăвăр çылăхăрсене, йĕркесĕр ĕçсем тума яланлăхах чарăнăр — вара Турă сире пур инкек-синкекрен те хăтарĕ.

(69) Акă ĕнтĕ сирĕн тĕллĕн йышлă эшкерĕн хаярлăхĕ вутла хыпса илет, сире хăшне-пĕрне ярса тытĕç те хăйсен йĕрĕхĕсене кÿнĕ чÿк парнине вăйпах çитерĕç.

(70) Вĕсем хăйсем пек шухăшламаннисенчен мăшкăлласа кулĕç, вĕсене хăртса-хурласа пĕтерĕç, нимĕн вырăнне те хумĕç.

(71) Ĕнтĕ пур çĕрте те, кÿршĕллĕ хуласенче те нумайăшĕ Çÿлхуçаран хăракансене хирĕç çĕкленĕ:

(72) ухмаха ернĕ пек, Çÿлхуçаран хăракансене пĕр шелсĕр çаратĕç, вĕсенĕн мĕн пуррине йăлтах тустарса тухĕç,

(73) вĕсенĕн пурлăхне тустарса тухса çаратса кайĕç те хăйсене килĕнчен хăваласа ярĕç.

(74) Çавăн чухне, ылтăна вутпа тĕрĕсленĕ-сăнанă пек, Эпĕ суйласа илнисене сăнама пуçлĕç.

(75) Эй савнă çыннăмсем, итлĕр: сирĕн умăрта акă хуйхă кунĕсем тăраççĕ, Эпĕ вара сире вĕсенчен хăтарăп.

(76) Ан хăрăр, ан иккĕленĕр, мĕншĕн тесессĕн сире ертсе пыраканĕ — Турă.

(77) Манăн ÿкĕтĕмсемпе Эпĕ хушнисене туса тăратăр пулсассăн, çылăхăрсем сире пусса тăракан йывăрлăх пулмĕç, йĕркесĕр ĕçĕрсем сире çĕнтереймĕç.

(78) Хăйсен çылăхĕсемпе çыхăнса ларнисене, хăйсен йĕркесĕр ĕçĕсен айне пулнисене хуйхă çитĕ! Вĕсем ĕнтĕ вĕтлĕх пусса илнĕ, çулĕсене йĕплĕ тĕм сăрнă хир пек: ун урлă çын иртеймест, ăна пăрахса каяççĕ те — унăн çунса каясси çеç юлать, тет Çÿлхуçа.

 

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s