Павел Еврейсем патне Янă Çыру


Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Πρὸς Έβραίους

Сăваплă Павел Апостолăн Еврейсем патне Янă Çырăвĕ

Еврейсем 1

Турă Хăйĕн Ывăлĕ урлă калаçнă

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13

(1) Турă ĕлĕк-авал пирĕн мăн асаттесемпе пророксем урлă нумай хутчен тата тĕрлĕ майлăн калаçнă.

(2) Çак юлашки вăхăтсенче вара Вăл пирĕнпе Хăйĕн Ывăлĕ урлă калаçнă. Вăл Ывăлне пĕтĕм тĕнчене еткерлĕхе панă, Ывăлĕ урлă çут тĕнчене пултарнă.

(3) Ывăлĕ, Турă мухтавĕн çути тата Турă несĕллĕхĕн сăнарĕ пулса, çут тĕнчене Хăйĕн хăватлă сăмахĕпе тытса тăрать. Çынсене çылăхĕсенчен сăвапласа-тасатса Вăл Çÿлти Аслин престолĕн сылтăм енне ларнă.

(4) Хăйне Турă панă чаплă ят ангелсен ятĕнчен чаплăрах пулнă пекех, Вăл Хăй те ангелсенчен чаплăрах пулса тăчĕ.

Турă Ывăлĕ ангелсенчен аслăрах

(5) Чăнах та, Турă Хăйĕн ангелĕсенчен хăшне, хăçан çапла калани пур: «Эсĕ – Манăн Ывăлăм, паянтан Эпĕ – Санăн Аçу». Тата пĕр ангел çинчен те: «Эпĕ Унăн Ашшĕ пулăп, Вăл Манăн Ывăлăм пулĕ», – тесе каламан.

(6) Хăйĕн Малтанхи Ывăлне çут тĕнчене килтернĕ чухне Вăл çапла каланă: «Турă ангелĕсем пурте Ăна пăхăнса пуççапчăр».

(7) Ангелсем пирки çапла каланă: «Эсĕ, Турă, ангелусене çил евĕр тăватăн, тарçусене те вутланакан çулăм евĕр тăватăн».

(8) Ывăлĕ пирки вара çапла каланă: «Эй, Турăçăм, Санăн престолу ĕмĕрлĕх, Хăвăн патшалăхун тытăмĕн палли – патша туйи – тĕрĕслĕхлĕ.

(9) Эсĕ тĕрĕслĕхе юрататăн, йĕркесĕрлĕхе кураймастăн. Çавăнпа та Сана, Турăçăм, Хăвăн Аçу, Хăвăн Турру ыттисенчен ытларах савăнăç çăвĕ сĕрсе суйларĕ».

(10) Тата çапла каланă: «Эй, Хуçамăр! Эсĕ малтан çĕре пултарнă, пĕлĕтсем те – Санăн аллу ĕçĕсем.

(11) Вĕсем пĕтĕç, Эсĕ яланах пулăн. Вĕсем пурте тумтир пек кивелĕç.

(12) Эсĕ вĕсене тумтир пек чĕркĕн те улăштарăн, вĕсем улшăнĕç. Эсĕ кăна нихăçан улшăнми, куну-çулу та вĕçленми».

(13) Тата Турă Хăйĕн ангелĕсенчен хăшне, хăçан çапла калани пур: «Эпĕ Санăн тăшманусене уру айне тăвиччен Эсĕ Манăн сылтăм енче лар».

(14) Ангелсем пурте çăлăнăçа еткерлĕхе илекенсене пулăшма янă сывлăшсем кăна мар-им вара?

Еврейсем 2

Аслă çăлăнăç

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13

(1) Çавăнпа та пирĕн, Турă çулĕнчен пăрăнса каяс мар тесен, хамăра мĕн вĕрентнине асра тытмалла.

(2) Мĕншĕн тесен ангелсем урлă пĕлтернĕ саккун çирĕп пулсан, çав саккунран иртсе айăпа кĕнишĕн тивĕçлĕ тавăру илмелле пулсан,

(3) эпир çав тери аслă çăлăнăçшăн чуна парса тăрăшмасан пире айăплав пулмĕ-и? Çăлăнăç хыпарне чăн малтан Хуçамăр ÿкĕтлесе вĕрентнĕ, Хăйĕнчен илтекенсем каласа пани пирĕн ăшра çав хыпара тĕреклетнĕ.

(4) Çăлăнăç хыпарне çирĕплетмешкĕн Турă Хăй те паллăсемпе хăватсем, тĕрлĕ тĕлĕнмелле ĕçсем кăтартнă, Святой Сывлăшăн парнисене илмешкĕн те Унран ирĕк пулнă.

Çăлăнăç Çулпуçĕ

(5) Эпир каласа пĕлтерекен пулас çут тĕнчене Турă ангелсене пăхăнса тăмалла туман.

(6) Çырнинче пĕр тĕлте такам çапла çирĕплетсе калани пур: «Мĕншĕн Эсĕ çынсемшĕн тăрăшатăн? Мĕншĕн Эсĕ этем ывăлĕшĕн тăрăшатăн?

(7) Вăхăтлăха Эсĕ ăна ангелсенчен кĕçĕнрех турăн та унтан ăна мухтавлă, чыслă пуç кăшăлĕ тăхăнтартрăн, Ху аллупа пултарнă япаласен хуçи турăн,

(8) пĕтĕмпех унăн аллине патăн». Пурне те çынна пăхăнтартăн, пăхăнманни нимскер те хăвармарăн. Хальлĕхе вара эпир çынна пурте пăхăннине курмастпăр-ха.

(9) Анчах та вăхăтлăха ангелсенчен кĕçĕнрех пулнă Иисус Хăйĕн вилĕмĕ урлă мухтавлă, чыслă пуç кăшăлĕ тăхăннине куратпăр. Çапла вара, Турă тивлечĕпе Вăл пирĕншĕн кашниншĕн вилнĕ.

(10) Мĕн пурри – Турăшăн, мĕн пурри – Турăран. Хăйне ĕненекен ачисене мухтавлă тăвакан Туррăн çынсене çăлăнăç кÿрекен Çулпуçне асап кăтартса асла кăлармалла пулнă та.

(11) Мĕншĕн тесен Тасатаканĕн те, тасалаканĕсен те Ашшĕ пĕрре, çавна пула вĕсене тăвансем темешкĕн вăтанмасăр Вăл çапла калать:

(12) «Санăн ятна тăванăмсене пĕлтерĕп, ĕненекен ушкăнра Сана мухтаса юрлăп».

(13) Тата: «Эпĕ Ăна шанса тăрăп», – тенĕ. Унтан тата: «Акă Эпĕ тата Турă Мана панă ачамсем», – тенĕ.

(14) Çавăнпа та ачасем ÿтлĕ-юнлă пулнăран, вĕсем пек пулас тесе, Вăл Хăй те ÿтлĕ-юнлă пулса тăнă. Çакна Вăл Хăйĕн вилĕмĕпе шуйттанăн, вилĕм пуçлăхĕн, хăватне пĕтерес тесе,

(15) вилĕмрен хăранипе ĕмĕр тăршшĕпех чуралăхра пурăнакансене пурне те хăтарас тесе тунă.

(16) Паллах, Вăл ангелсене мар, Авраам йăхне пулăшмашкăн килнĕ.

(17) Турă умĕнче çынсен çылăхне каçарттармашкăн, хĕрхенÿллĕ те шанчăклă Аслă священник пулмашкăн Унăн пур енчен те тăванĕсем пекех пулмалла пулнă.

(18) Мĕншĕн тесен Вăл Хăй, асаппа тĕрĕсленнĕскер, халĕ асап куракансене пулăшма пултарать.

Еврейсем 3

Христос Моисейран аслăрах

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13

(1) Эй, сăваплă тăванăмăрсем, çÿлти ырăлăха пая кĕрес çынсем, хамăр ĕненĕвĕмĕр апостолĕ, Аслă священник Иисус Христос çинчен шухăшлăр-ха.

(2) Турă кил-çуртĕнче Моисей епле шанчăклă пулнă, Вăл та Хăйне Аслă священника лартнă Турă умĕнче шанчăклă.

(3) Кил-çурт лартакан çурт-йĕрĕнчен мĕн чухлĕ чаплăрах, Христос та Моисейран çавăн чухлĕ чаплăрах.

(4) Мĕншĕн тесен кирек епле кил-çурта та кам та пулин пултарать, пурне те пултараканĕ вара – Турă.

(5) Моисейăн Турă малашне мĕн пĕлтерессине каласа çирĕплетмелле пулнă, вăл Турă кил-çуртĕнче пур енчен те шанчăклă тарçă пулнă.

(6) Христос вара Турă кил-çуртĕнче – шанчăклă Ывăлĕ. Пирĕн кăмăл çирĕп, эпир шанчăк пуррипе мухтанатпăр. Енчен те çав пахалăхсене вĕçне çитичченех упраса хăварайсан, эпир Унăн кил-çурчĕ пулăпăр.

Турă халăхĕн канăçлăхĕ

(7) Çавăнпа та Святой Сывлăш калашле: «Эсир паян Унăн сассине илтес пулсан,

(8) пуш хирте Мана тĕрĕсленĕ кун ÿпкеленĕ чухнехи пек чĕрĕрсене ан хытарăр.

(9) Унта, Эпĕ мĕн тунине хĕрĕх çул курса тăнă çинчех, Мана мăн аслаçăрсем тĕрĕслерĕç.

(10) Çавăнпа Эпĕ вăл ăрăва çилленсе çапла каларăм: кусем шухăш-кăмăлĕпе яланах аташаççĕ, вĕсем Манăн çул-йĕрĕме пĕлес темерĕç.

(11) Çавăнпа Эпĕ, вĕсем Манăн канăçлăхăма ан кĕрейччĕр тесе, çиллĕмпе тупа турăм».

(12) Тăванăмăрсем! Сирĕнтен хăшĕ те пулин усал та ултавлă чĕреллĕ пуласран, чĕрĕ Турăран пăрăнасран асăрханăр.

(13) Сирĕнтен хăшĕ те пулин çылăх илĕртнипе чунне ан хытартăр тесе, „паян“ теме май пур чухне пĕр-пĕрне куллен ÿкĕтлĕр.

(14) Малтанхи çирĕп ĕненĕве вĕçне çитичченех упраса хăварайсан, эпир Христоспа пĕр пая кĕреетпĕр.

(15) Çырнинче калашле: «Эсир паян Унăн сассине илтес пулсан, ÿпкелешнĕ чухнехи пек чĕрĕрсене ан хытарăр».

(16) Мĕншĕн тесен çав сасса илтсессĕн Моисейпа Египетран тухнисенчен хăшĕ-пĕрисем – пурте мар – ÿпкелешме пуçланă.

(17) Хĕрĕх çула яхăн Турă кама çилĕ тытса тăнă-ха? Çылăха кĕрсе шăмми-шаккисене пуш хиртех хăварнисене мар-и вара?

(18) Вĕсем Манăн канăçлăхăма ан кĕрейччĕр тесе, Хăйне итлеменнисене хирĕç тупа туман-им вара Вăл?

(19) Куратпăр ĕнтĕ: хăйсен ĕненменлĕхне пула вĕсем чăнах та канăçлăха кĕреймен.

Еврейсем 4

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13

(1) Çапла вара асăрханар: Турă Хăйĕн канăçлăхне кĕртме сăмах пани вăйра тăнă чухне сирĕнтен хăшĕ те пулин унта кĕмешкĕн кая ан юлтăрччĕ.

(2) Мĕншĕн тесен вĕсене хыпарланă пекех, пире те канăçлăха кĕме хыпар тунă. Анчах та вĕсем илтнĕ сăмах, итлекенсен ĕненĕвĕпе пĕр пулаймасăр, усса кайман.

(3) Эпир вара, ĕненнисем, Туррăн канăçлăхне кĕреетпĕр. Турă Хăйĕн ĕçне тĕнчене пултарсанах вĕçленĕ пулин те, çапла каланă: «Эпĕ, вĕсем Манăн канăçлăхăма ан кĕрейччĕр тесе, çиллĕмпе тупа турăм».

(4) Мĕншĕн тесен Çырнинче пĕр тĕлте çапла калани пур: «Çиччĕмĕш кунне вара Турă Хăйĕн мĕн пур ĕçĕсенчен каннă».

(5) Ку тĕлте вара: «Манăн канăçлăхăма ан кĕрейччĕр», – тенĕ.

(6) Пĕрисем, Турă канăçлăхне кĕме хăйсене малтанах хыпарланă пулин те, пăхăнман пирки унта кĕреймен. Унта теприсене кĕмелле тунă, вĕсем валли

(7) Турă темле „паян“ текен кун палăртать. Чылай вăхăт иртсен Турă ун çинчен, маларах пĕрре каланă пек, Давид сăмахĕсемпе калать: «Паян Унăн сассине илтес пулсан, эсир чĕрĕрсене ан хытарăр».

(8) Енчен те Иисус Навин вĕсене канăçлăх парайнă пулсан, Турă урăх канăçлăх кунĕ çинчен каламан пулĕччĕ.

(9) Эппин Турă халăхĕн канăçлăха кĕресси малта-ха.

(10) Мĕншĕн тесен Туррăн канăçлăхне кĕнĕ çын, Турă Хăйĕн ĕçĕсенчен каннă пекех, ĕçĕсенчен канăçĕ.

(11) Çапла вара, Туррăн канăçлăхне кĕресчĕ тесе тăрăшар. Итлеменнисенчен тĕслĕх илсе никам та унта кĕреймесĕр ан юлтăрччĕ.

(12) Мĕншĕн тесен Турă сăмахĕ чĕрĕлĕхлĕ, ĕçлĕхлĕ. Вăл ик енĕ те çивĕч хĕçрен те çивĕчрех. Вăл пирĕн ăша çав тери тарăн – чун-чĕрепе шăм-шак таранах – витерет. Турă сăмахĕ чĕрери ĕмĕт-шухăша та хакласа уйăрса илет.

(13) Турă пултарни Турă умĕнче пытарăнаймĕ; Унăн куçĕсем пурне те витĕр курса тăраççĕ, Унăн умĕнче пирĕн явап тытмалла.

Иисус – Аслă священник

(14) Çапла вара, пирĕн тÿпене çĕкленнĕ чаплăран та чаплă Аслă священник пур, Вăл Турă Ывăлĕ Иисус, çавăнпа ĕненĕвĕмĕре çирĕп тытса пурăнар.

(15) Пирĕн Аслă священник, эпир халсăррине пĕлсе, хута кĕрет. Вăл, çылăхсăр пуçне, эпир мĕн тÿснине йăлтах тÿснĕ.

(16) Эппин, хамăра тĕрĕслес вăхăтра пулăшма ырăлăхпа тивлет илес тесе, чаплăран та чаплă престол патне çирĕп кăмăллăн пырар.

Еврейсем 5

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13

(1) Кирек епле аслă священника та çынсен çылăхĕсемшĕн кĕлтума, Турра ахаль парнесемпе пуснă парнесем кÿме çынсем хушшинченех суйласа лартаççĕ.

(2) Пĕлменнипе е аташнипе çылăха кĕнисене вăл хĕрхенме пултарать, мĕншĕн тесен хăй те çитменлĕхсĕр мар.

(3) Çавăнпа та унăн хăйĕн çылăхĕсемшĕн те, çынсен çылăхĕсемшĕн те Турра парне кÿрсе тăмалла.

(4) Никам та хăй тĕллĕн аслă священника лараймасть. Çак тивĕçе пурнăçлама ăна, Аарона чĕнсе илнĕ пекех, Турă чĕнсе илет.

(5) Христос та аслă священник тивĕçне Хăй тĕллĕн илмен. Турă Ăна: «Эсĕ Манăн Ывăлăм, паян Эпĕ Санăн Аçу пулса тăтăм», – тесе çак тивĕçе панă.

(6) Тепĕр тĕлте Турă çапла калать: «Эсĕ, Мелхиседек евĕрлех, ĕмĕрлĕх священник».

(7) Çĕр çинче ÿтленсе пурăннă чухне Иисус Хăйне вилĕмрен çăлма Пултаракана ĕсĕклесе, куççулĕпе йĕрсе кĕлтунă, йăлăннă. Вăл Турра хисепленĕрен Турă Ăна илтнĕ.

(8) Вăл, Турă Ывăлĕ пулин те, асап витĕр тухса, пăхăнмашкăн вĕреннĕ.

(9) Вилсе чĕрĕлсессĕн Вăл Хăйне итлекенсемшĕн пуриншĕн те ĕмĕрлĕх çăлăнăç çăлкуçĕ пулса тăнă.

(10) Вара Турă Ăна Мелхиседек евĕрлех Аслă священника лартнă.

Турăран пăрăнасран асăрхаттарни

(11) Кун пирки калаçмалли нумайччĕ, анчах та сире, итлеменскерсене, тăнлантарма йывăр.

(12) Сирĕн хăвăрăн вĕрентекен пулмашкăн вăхăт ĕнтĕ, анчах та сире Турă сăмахне каллех пуçламăшĕнченех вĕрентмелле, сире хытă çимĕç мар, сĕт кирлĕ.

(13) Сĕтпе тăранса пурăнакан чăнлăх сăмахне пĕлеймĕ, мĕншĕн тесен вăл ача-ха.

(14) Хытă çимĕç вара çитĕннисем валли, мĕншĕн тесен вĕсем пурăнăç курнă, ырăпа усала уйăрма пĕлеççĕ.

Еврейсем 6

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13

(1) –

(2) Çавăнпа та Христос вĕрентĕвĕн пуçламăшĕнчен тулли пĕлÿ патне хăвăртрах куçар. Никĕсри ансат чăнлăхсем çинчен: çылăхлă ĕçсем тума пăрахасси çинчен, Турра ĕненесси çинчен, тĕне кĕрессипе алă хурасси çинчен, вилнисем чĕрĕлсе тăрасси çинчен, ĕмĕрлĕх суд çинчен тăтăшах калаçар мар, Вăл вĕрентнине тĕплĕнрех пĕлсе çитме васкар.

(3) Турă ирĕк парсан эпир çапла тăвăпăр та.

(4) –

(6) Çакнашкал çынсем те пур: вĕсем чăн çутта тухнă, çÿлти сăвапа астивнĕ, Святой Сывлăш илнĕ. Çак çынсем Туррăн ырă сăмахне илтнĕ, лери пурăнăç вăй-хăватне те курнă. Çаксем пĕтĕмпех ырăлăх пулнине пĕлсе тăнă çинчех вĕсем Турăран пăрăннă. Вĕсене ĕнтĕ ÿкĕнтерсе каялла тавăрма çук, мĕншĕн тесен вĕсем Турă Ывăлне тепĕр хут пăталаççĕ, мăшкăл тăваççĕ.

(7) Тăтăш çуса тăракан çумăра сăхса, ĕçлекене тыр-пул ÿстерсе паракан çĕр Турăран пиллĕх илет.

(8) Пиçенпеле хыт-хура ÿстерекен çĕр вара ниме юрăхсăр, ылхана тивĕç. Вăл вутра çунса пĕтĕ.

(9) Çапах та, савнă тăвансем, эпир çак сăмахсене каларăмăр пулин те, сирĕн лару-тăру лайăхрах тесшĕн. Эсир çăлăнăç çулĕ çинче тăнине пĕлетпĕр.

(10) Турă вăл тĕрĕслĕхлĕ, çавăнпа сирĕн ĕçĕрсене те, Хăйĕн сăваплă халăхне Унăн ячĕпе пулăшса юратулăхăра кăтартнине те манмасть.

(11) Эпир сирĕнтен кашниех тулли шанчăклă пулмашкăн вĕçне çитичченех çавнашкал тăрăштăр тетпĕр;

(12) Сирĕнтен пĕри те ан наянлантăр, хăйсен ĕненĕвĕпе тÿсĕмлĕхне пула шантарнă еткере илме тивĕçлисем пек пултăр тетпĕр.

Турă сăмах парса шантарни

(13) Турă, Авраама сăмах панă чухне, Хăйĕнчен аслăраххи нимĕн те пулманран Хăйĕнпе тупа тунă.

(14) Вăл çапла каланă: «Эпĕ сана пиллемеллипех пиллĕп, санăн йышна хунанăçемĕн хунамалла тăвăп».

(15) Çапла майпа, çирĕп тÿсĕмлĕхне пула Авраам хăйне шантарнине тивĕç пулнă.

(16) Çынсем яланах хăйсенчен аслăраххипе тупа тăваççĕ, сăмах панине тупа туса çирĕплетсен, кирек епле тавлашу та вĕçленет.

(17) Çавăнпа Турă та, еткер илме тивĕçлисене Хăйĕн ирĕкне улăштарас çуккине кăтартса, Хăй сăмах панине тупапа çирĕплетнĕ.

(18) Икĕ япалара – сăмах панинче тата тупа тунинче – Турă суйма пултараймасть. Çакна Вăл пирĕн, Хăйĕн хÿттине пынисен, умри шанчăк çирĕп пултăр тесе тунă.

(19) Çав шанчăк чунăмăрсемшĕн тĕрек евĕр; вăл чаршав хыçĕнчи Тасаран таса вырăна та кĕрет.

(20) Унта пирĕншĕн, Мелхиседек евĕр ĕмĕрлĕх Аслă священник пулса, пирĕн умран Иисус кĕнĕ.

Еврейсем 7

Аслă священник Мелхиседек

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13

(1) Мелхиседек Салим патши тата Çÿлти Туррăн священникĕ пулнă. Вăл Авраама патшасене çĕнтерсе тавăрăннă чухне кĕтсе илнĕ те пилленĕ.

(2) Авраам вара Мелхиседека вăрçăра çĕнсе илнĕ пурлăхăн вуннăмĕш пайне панă. Унăн ятне икĕ тĕрлĕ ăнлантарма пулать: пĕрремĕшĕнчен, Мелхиседек тени „чăнлăх патши“ тени пулать; иккĕмĕшĕнчен, Салим патши тени „канăçлăх патши“ тени пулать.

(3) Унăн ашшĕ-амăшне те, мăн аслашшĕсене те никам та пĕлмест, унăн пурăнăçĕн пуçламăшĕпе вĕçĕ те паллă мар. Турă Ывăлĕ евĕрлех, вăл ĕмĕрлĕх священник пулса тăрать.

(4) Хăвăрах куратăр: пирĕн йăх тĕпĕ Авраам хăй те ăна вăрçăра туртса илнĕ чи лайăх пурлăхăн вуннăмĕш пайне панă пулсан, еплерех чаплă пулнă вăл!

(5) Саккунпа килĕшÿллĕн, священника тухнă Левий тăхăмĕсен халăхран пурлăхăн вуннăмĕш пайне пуçтармалла. Çав вуннăмĕш пая вĕсем Авраам урлă тăван лекекен çынсенченех пуçтараççĕ.

(6) Мелхиседек вара, Левий йăхĕнчен мар пулин те, Турă сăмах парса шантарнă Авраамран пурлăхăн вуннăмĕш пайне илнĕ те ăна пилленĕ.

(7) Паллă ĕнтĕ, пил паракан пил илекентен аслăрах.

(8) Пурлăхăн вуннăмĕш пайне кунта вилĕмлĕ çынсемех пуçтараççĕ, унти Мелхиседек пирки вара Çырнинче вилнĕ тесе çирĕплетмен.

(9) Вуннăмĕш пай пуçтаракан Левий хăй те Авраам урлă Мелхиседека пурлăхĕн вуннăмĕш пайне панă теме пулать.

(10) Мĕншĕн тесен Мелхиседек Авраама тĕл пулнă чухне Левий çуралман-ха, вăл Авраам тăхăмĕнче çураласси кăна пулнă.

(11) Енчен те Левий йăхĕнчен тухнă священниксем халăха чи паха шая çитерейсен (халăха ун чухне панă саккун шăпах левитлăх çинче никĕсленсе тăрать), Аарон евĕрлĕ мар, Мелхиседек евĕрлĕ тепĕр Аслă священник мĕн тума кирлĕччĕ?

(12) Священника тухасси улшăнни саккуна та улăштармаллине пĕлтерет.

(13) Кам пирки калаçатпăр, Çавă пачах урăх йăх-несĕлтен вĕт-ха, вăл йăхран никам та нихăçан та парне вырăнĕ умĕнче Турăшăн ĕçлесе тăман.

(14) Пирĕн Хуçамăр, паллă ĕнтĕ, Иуда йăхĕнчен тухнă. Вăл йăхри çынсем священника ларасси пирки вара Моисей пĕр сăмах та каламан.

(15) Мелхиседек евĕрлĕ тепĕр Священник килни çакна уççăнах кăтартса парать.

(16) Вăл этемле йăх-несĕл йĕркипе мар, вилĕмсĕр пурăнăç хăвачĕпе Священника ларнă.

(17) Çырнинче çапла пĕлтернĕ: «Эсĕ – Мелхиседек евĕрлĕ ĕмĕрлĕх священник».

(18) Малтанхи йĕркене вара хавшак та усăсăр пулнăран улăштарнă.

(19) Моисей саккунĕ ниме те чи паха шая çитереймен пирки пире çĕнĕ шанчăк панă та ĕнтĕ. Çав шанчăка пула эпир Турă патне çывхаратпăр.

(20) Иисуса Аслă священника лартнă чухне Турă тупа тунă.

(21) Ыттисене пĕрне те священника тупа туса лартман. Куна вара Турă тупа туса çапла каланă: «Тупа тунă Хуçа Турă Хăй сăмахне улăштармĕ: Эсĕ – Мелхиседек евĕрлĕ ĕмĕрлĕх Священник».

(22) Ку вăл лайăхрах халал çирĕплĕхне шантараканĕ Иисус пулнине пĕлтерет.

(23) Ытти священниксем нумаййăн пулнă, мĕншĕн тесен пĕрисем вилсен вĕсем вырăнне теприсем ларнă.

(24) Анчах та Иисус ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ, ĕмĕр-ĕмĕр Священник пулĕ.

(25) Çавăнпа та Вăл Хăйĕн урлă Турă патне пыракансене яланах çăлĕ, Хăй ĕмĕр-ĕмĕр пурăннăран вĕсен хутне кĕрсех тăрĕ.

(26) Пирĕн Аслă священник çавнашкал пулмалла та: таса, çылăхсăр, çитменлĕхсĕр. Ăна, çылăхлисенчен уйăрса, тÿперен те çÿлерех çĕкленĕ.

(27) Унăн, ытти священниксем евĕр, куллен чи малтан – хăйĕн çылăхĕшĕн, унтан халăх çылăхĕшĕн Турра парне кÿмелле мар. Мĕншĕн тесен Вăл пĕрре Хăйне Хăй парнене кÿнĕ.

(28) Саккун тăрăх аслă священника лартнă çынсем – çитменлĕхлĕ ахаль çынсемех. Саккун хыççăнхи тупа сăмахĕ вара Аслă священника ĕмĕрлĕх паха Турă Ывăлне лартнă.

Еврейсем 8

Çĕнĕ тата лайăхрах Халалăн Аслă священникĕ

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13

(1) Сăмахăмăрăн тĕшши çакă пулать: пирĕн Аслă священник пур, Вăл Çÿлти Турă престолĕн сылтăм енне ларнă;

(2) Вăл чăн-чăн кĕлĕ чатăрĕн Тасаран таса вырăнĕнче Турăшăн ĕçлесе тăрать; çав чатăра этем мар, Хуçа Турă Хăй лартнă.

(3) Кирек епле аслă священника та ахаль парнесене тата пуснă парнесене Турра кÿме лартаççĕ. Çавăнпа та пирĕн Священникăн та Турра кÿрес парни пулмалла.

(4) Вăл çĕр çинчех юлнă пулсан, священник та пулмĕччĕ. Мĕншĕн тесен кунта саккунпа килĕшÿллĕн Турра парне кÿрекен священниксем пур.

(5) Вĕсем çĕр çинче сăваплă вырăнта Турăшăн ĕçлесе тăраççĕ. Анчах та çĕр çинчи сăваплă вырăн тÿперин мĕлки тата ĕлки кăна. Мĕншĕн тесессĕн чатăр лартма пуçласан Турă Моисея çапла асăрхаттарнă: «Асту, – тенĕ Вăл, – пĕтĕмпех хăвна ту çинче кăтартнă ĕлке евĕрлĕ ту».

(6) Анчах та Иисуса шанса панă ĕç ытти священниксем тăвакан ĕçрен тем тери пахарах. Çавнашкалах Турă этеме Ун урлă панă çĕнĕ халал та малтанхинчен пахарах. Мĕншĕн тесен çĕнĕ халал Турă лайăхраххине шантарни çинче никĕсленсе тăрать.

(7) Енчен те малтанхи халалĕ пĕр çитменлĕхсĕр пулсан, çĕнĕ халал парас та çукчĕ.

(8) Çавăнпа та вĕсене ÿпкелесе пророк çапла калать: «Эпĕ Израиль çыннисене, Иуда çыннисене çĕнĕ халал парас кунсем çывхараççĕ, – тет Хуçа Турă.

(9) – Ку халал вĕсен мăн аслашшĕсене алăран çавăтса Египетран илсе тухнă чухне панă халал пек пулмĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем Манăн халала пăхăнса пурăнас темерĕç, çавăнпа Эпĕ вĕсенчен пăрăнтăм, – тет Хуçа Турă.

(10) – Çав кунсем иртсен Эпĕ Израиль çыннисене халал парăп, – тет Хуçа Турă. – Ун чухне Хамăн саккунсене вĕсен ăс-пуçне хывăп, чĕри çине çырса хурăп. Эпĕ вĕсен Турри пулăп, вĕсем Манăн халăхăм пулĕç.

(11) Мана пурте, кĕçĕннинчен пуçласа чи асли таранах, пĕлнĕ пирки ун чухне никам та пĕлĕшĕсене, тăванĕсене: „Хуçа Турра пĕл“, – тесе каламĕ.

(12) Мĕншĕн тесен Эпĕ вĕсен тĕрĕсмарлăхне хĕрхенсе каçарăп, çылăхĕсемпе йĕркесĕрлĕхне те аса илмĕп».

(13) Çак халала „çĕнĕ“ тесе, Вăл малтанхи кивелнине палăртнă: кивелни вара усăсăра тухса часах пĕтмелле.

Еврейсем 9

Турăшăн ĕçлесе тăрасси

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13

(1) Малтанхи халалăн та Турăшăн ĕçлесе тăмалли йăли-йĕркисем тата çĕр çинчи сăваплă вырăнĕ пулнă.

(2) Кĕлĕ чатăрĕ туса лартнă, унăн малти пÿлĕмĕнче çутаткăç, сĕтел тата Турă умне хунă çăкăрсем пулнă. Малти пÿлĕме „Таси“ тенĕ.

(3) Иккĕмĕш чаршав хыçĕнче „Тасаран таси“ текен пÿлĕм пулнă.

(4) Унта ылтăнран тунă тĕтĕрмелли парне вырăнĕ тата йĕри-тавра ылтăнланă халал арчи пулнă. Çав арчара маннă тултарнă ылтăн савăт, Ааронăн çулçă кăларнă туйи тата халал сăмахĕсем çырнă чул хăмасем пулнă.

(5) Арча хупăлчи çинче мухтавлăх херувимĕсен кĕлеткисем пулнă, çуначĕсемпе вĕсем „çылăх каçарттармалли“ текен вырăна хупласа тăнă. Вăхăта перекетлесе ытти япаласем çинче тĕплĕн чарăнса тăмăпăр.

(6) Çакнашкал йĕркеленĕ кĕлĕ чатăрĕн малти пÿлĕмне Турăшăн ĕçлесе тăмашкăн священниксем куллен кĕреççĕ.

(7) Иккĕмĕш пÿлĕмне вара пĕртен-пĕр аслă священникăн çулталăкра пĕрре кăна кĕме юрать. Вăл унта, парне выльхĕн юнне сирпĕтсе, хăйĕн çылăхĕсемшĕн тата халăхăн пĕлмесĕр тунă çылăхĕсемшĕн Турăран каçару ыйтать.

(8) Кĕлĕ чатăрне çапла йĕркеленипе Святой Сывлăш çакна кăтартса парать: малти пÿлĕмĕ пур чухне Тасаран таса текен пÿлĕм уçă мар-ха.

(9) Çак тĕслĕхре хальхи вăхăт та сăнарланнă: нимĕнле ахаль парне те, нимĕнле пусса панă парне те Турра пуççапаканăн чун-чĕрине аталантарса çитереймест.

(10) Тĕрлĕ парне таврашĕ ĕçсе çиес, çăвас йăлана туса пымаллине кăна палăртать. Ÿт-пÿпе кăна çыхăннă çак йăла-йĕркене Турă çынсене çĕнĕ йĕркеччен кăна тытса пымалла тунă.

(11) –

(12) Пире пулас ырăлăха паракан Аслă священник Христос вара этем аллипе туман, чи паха кĕлĕ чатăрĕ витĕр Тасаран таса вырăна кĕнĕ. Вăл унта качака е пăру юнне илсе кĕмен, Хăйĕн Юнне парса пĕрре кĕнĕ. Ĕмĕрлĕх çăлăнăçа Христос пирĕн валли Хăйĕн Юнĕпе тÿлесе илнĕ.

(13) Енчен те качакапа пăру юнне, тына пăру кĕлне сирпĕтсе ирсĕрленнисене тасатма пулать пулсан,

(14) Христос Юнĕ пире мĕн тери хăватлăрах тасатма пултарĕ! Вăл Святой Сывлăш хăвачĕпе Хăйне таса парнелĕхе Турра панă. Çакна Вăл, пирĕн чунăмăрсене вилĕмле ĕçсенчен тасатса, чĕрĕ те чăн Турăшăн ĕçлесе тăччăр тесе тунă.

(15) Çавăнпа та Турă этеме панă çĕнĕ халал Ун урлă пулнă. Христос пире малтанхи халал саманинче тунă çылăхсемшĕн Хăйĕн вилĕмĕпе тÿлесе илнĕ, çапла майпа Турă шантарнă ĕмĕрлĕх еткере илме тивĕçлисем Турă пама пулнине илччĕр тенĕ.

(16) Халалĕ пур пулсан, халаллаканĕ вилнине çирĕплетмелле.

(17) Мĕншĕн тесен халал сăмахĕ халаллаканĕ вилсен çеç вăя кĕрет, халал параканĕ чĕрĕ чухне вăл вăйра мар.

(18) Çавăнпа та ĕнтĕ малтанхи халала та юнпа çирĕплетнĕ.

(19) Моисей, мĕн пур халăха саккунри пĕтĕм пил-хушусене пĕлтерсе, пăрупа качака юнĕ, шыв, хĕретнĕ çăм тата иссоп туратне илнĕ те халал кĕнеки çине, халăх çине сирпĕтнĕ.

(20) Сирпĕтнĕ чухне вăл çапла каланă: «Çак юн – Турă пире пăхăнса пурăнма хушнă халала çирĕплетекен юн».

(21) Унтан вăл кĕлĕ чатăрĕ çине те, Турăшăн ĕçлесе тăнă чух тыткалакан пур япаласем çине те юн сирпĕтнĕ.

(22) Саккунпа килĕшÿллĕн, пурне те тенĕ пекех юнпа тасатмалла, юн тăкмасăр каçару та пулмасть.

Христос Хăйне парнелĕхе кÿни çылăхран хăтарать

(23) Эппин тÿперин çĕр çинчи ĕлкисене çапла майпа тасатмалла, анчах та тÿперине ку парнесенчен те лайăхраххипе кăна тасатма пулать.

(24) Христос этем аллипе тунă çĕр çинчи сăваплă вырăна кĕмен, ку вырăн – тÿперин ĕлки кăна. Пирĕншĕн Турă умне тăмашкăн Вăл тÿпене çĕкленнĕ.

(25) Аслă священник юн илет те кашни çулах Тасаран таса вырăна парне кÿме кĕрет. Христос вара Хăйĕн пурăнăçне нумай хутчен памасть.

(26) Апла мар пулсан, тĕнчене пултарнăранпа Унăн нумай-нумай хутчен асапланмаллаччĕ. Вăл вара тĕнче пĕтмĕшĕнче, Хăйне Хăй Турра пĕр хут парнелĕхе кÿрсе, çылăха пĕтермешкĕн килнĕ.

(27) Этеме пĕрре кăна вилме пÿрнĕ, кайран унăн Суд умне тăмалла.

(28) Çавнашкалах Христос та, нумай çыннăн çылăхне илсе каяс тесе, Хăйне пĕрре Турра парнелĕхе кÿнĕ. Иккĕмĕш хут килнĕ чухне Вăл пире çылăхран хăтарма мар, Хăйне кĕтекенсене çăлас тесе килĕ.

Еврейсем 10

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13

(1) Саккун паракан ырăлăх – пулас чăн-чăн ырăлăхсен мĕлки кăна. Çулсерен тăтăшах пĕрешкел парнепе Турă патне пыракансене вăл нихăçан та чи паха шая çитереймест.

(2) Ахальлĕн çынсем парне кÿме пăрахĕччĕç, мĕншĕн тесен парне кÿрекенсем, пĕрре çылăхран тасалнăскерсем, хăйсем çылăхлине пĕлми пулĕччĕç.

(3) Çуллен Турра кÿрекен парне вара çылăх çинчен астутарсах тăрать.

(4) Мĕншĕн тесен пăрупа качака юнĕ çылăха пĕтерме пултараймасть.

(5) Çавăнпа та Христос, тĕнчене килсе, çапла калать: «Ахаль парне те, пусса панă парне те Сана кирлĕ пулмарĕ, çавăнпа Эсĕ Мана ÿт-пÿллĕ турăн.

(6) Пĕтĕмĕшпе çунтарнă парне те, çылăхшăн пусса панă парне те Сана юрăхлă пулмарĕ.

(7) „Турăçăм, акă Эпĕ! – терĕм вара Эпĕ. – Кĕнекере Ман çинчен çырнă пекех, Эпĕ Санăн ирĕкне пурнăçламашкăн килтĕм“».

(8) Саккунпа кÿрекен парнесенчен: «ахальли те, пусса пани те, пĕтĕмĕшпе çунтарса пани те, çылăхшăн кÿни те Сана юрăхлă мар», – тенĕ Вăл малтан.

(9) «Эй, Турăçăм, акă Эпĕ, Эпĕ Санăн ирĕкне пурнăçламашкăн килтĕм», – тенĕ Вăл кайран. Çапла майпа кайран каланине çирĕплетмешкĕн малтан каланине пăрахăçланă.

(10) Христос Хăйĕн ÿтне Турă ирĕкĕпе пĕрре тата яланлăха парнелĕхе кÿнипе эпир тасалнă.

(11) Кашни священниках кунсерен Турăшăн ĕçлесе тăрать, пĕрешкел парнесемех нумай хутчен Турра кÿрет, анчах вăл парнесем çылăха нихăçан та пĕтереймеççĕ.

(12) Христос вара, пирĕн çылăхсемшĕн пĕрре парне кÿрсе, Туррăн сылтăм енне ĕмĕрлĕхех ларнă.

(13) Унтан Вăл Хăйĕн тăшманĕсене ури айне тăвиччен кĕтнĕ.

(14) Мĕншĕн тесен Вăл пĕрре парне кÿрсех Хăй сăвапласа тасатнисене яланлăхах чи паха шая çитернĕ.

(15) Ун çинчен Святой Сывлăш та çирĕплетсе пĕлтерет. Çырнинче çапла каланă:

(16) «Çав кунсем иртсен, – тет Хуçа Турă, – Эпĕ вĕсене çак халала парăп, Хамăн саккуна вĕсен чĕрисене хывăп, ăс-пуçне çырса хурăп».

(17) «Вĕсен çылăхĕсемпе йĕркесĕрлĕхне те аса илмĕп», – тет Турă.

(18) Эппин, çылăха каçарнă пулсан, çылăхшăн парне кÿмелле мар.

Чĕнсе тата асăрхаттарса калани

(19) Çапла вара, тăванăмăрсем, Иисус Христос Юнне пула эпир Тасаран таса вырăна çĕнĕ те чĕрĕлĕхлĕ çулпа кĕме хăятпăр.

(20) Çав çула Вăл пире чаршав урлă, урăхла каласан, Хăйĕн ÿчĕ урлă çĕнĕрен уçса панă.

(21) Чаплă священникăмăра Турă кил-çуртне пăхса тăмашкăн лартнă.

(22) Эппин Турă патне таса чунпа, тулли ĕненÿпе, çылăхлă чĕремĕрсене сăваплатса-сирпĕтсе, ÿт-пĕве таса шывпа çуса кĕрер.

(23) Хамăр ĕненекен шанчăка иккĕленмесĕр чунтан парăнар, мĕншĕн тесен Шантараканĕ Хăйĕн сăмахне яланах тытать.

(24) Пĕр-пĕрин çинчен шухăшлар, пĕр-пĕрне юратма, ырă ĕçсем тума хавхалантарар.

(25) Хăшĕ-пĕрисем хăнăхса кайнă пек, хамăр пухусене çÿремесĕр тăрар мар. Çав Кун çывхарнине пĕлсе пĕр-пĕрне вăйлăрах ÿкĕтлер.

(26) Енчен те эпир чăнлăха пĕлнĕ хыççăн та хамăр ирĕкпех çылăха кĕретпĕр пулсан, хамăр çылăхсемшĕн парне кÿме пирĕн урăх нимĕн те тăрса юлмасть.

(27) Вара пирĕн хăраса суда кĕтмелли тата Турра хирĕççисене тĕп тăвасла хаяр вута кĕтмелли çеç юлать.

(28) Кам та пулин Моисей саккунне пăснине икĕ е виçĕ çын кăтартса парсан, пăсаканнине вĕлермеллех айăплаççĕ.

(29) Апла пулсан, хăвăрах шухăшласа пăхăр-ха: Турă Ывăлне ним вырăнне хумасăр, халала çирĕплетсе хăйне тасатнă Юна сăваплăх вырăнне хуман, ырăлăхлă Турă Сывлăшне хурлакан çынна епле вăйлăрах айăплав пулĕ!

(30) Çак сăмахсене Кам каланине пĕлетпĕр-çке-ха: «„Манра – тавăру, Эпĕ тавăрса парăп“, – тет Хуçа Турă». Тата Вăл çапла каланă: «Хуçа Турă Хăй халăхне суд тăвĕ».

(31) Чĕрĕ Турă аллине лекесси епле хăрушă!

(32) Иртнĕ кунсене, ĕненсе çутта тухнă хыççăн хăрушă асап тÿссе паттăрлăх кăтартнă кунсене, аса илĕр-ха.

(33) Пĕр енчен, сире пĕтĕм халăх умĕнче мăшкăлласа хур тăватчĕç; тепĕр енчен, хăвăр юлташăрсем çакна тÿснине курса тăратăрччĕ.

(34) Тĕрмене хупнисен асапне, çав шутрах манăнне те, эсир те пĕрлех пайлатăрччĕ. Тÿпере хăвăрăн лайăхрах, пĕтми пурлăх пуррине пĕлнĕ пирки çĕр çинчи пурлăхăра туртса илнишĕн те кулянмастăрччĕ.

(35) Малашне те çавнашкалах шанчăкăра сÿнме ан парăр, уншăн сире аслăран та аслă сăвап пулĕ.

(36) Турă ирĕкне пурнăçласчĕ тесе, Вăл сăмах парса шантарнине илесчĕ тесе, малашне те тÿсĕмлĕ пулăр.

(37) Мĕншĕн тесен «кĕтмелли нумаях та юлмарĕ, Килмелли часах килĕ, вăрах кĕттермĕ.

(38) Тÿрĕ пурăнакан ĕненÿпе чĕрĕ пулĕ. Енчен те вăл Манран пăрăнсан, Манăн ырă кăмăлăма юрăхлă пулмĕ».

(39) Эпир вара Турăран пăрăннă пĕтес çынсем мар, çирĕп ĕненсе чунăмăрсене çăлса хăварас текен çынсем.

Еврейсем 11

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13

(1) Ĕненÿ шанчăка тултарать, курăнманнине те курăнмалла тăвать.

(2) Çакнашкал ĕненÿшĕн мăн асаттемĕрсене Турă ырлани паллă.

(3) Ĕненĕве пула эпир çут тĕнчене Турă Хăй сăмахĕпе пултарнине, курăнманнинчен курăнаканни пулса кайнине пĕлетпĕр.

(4) Ĕненĕве пула Авель Турра Каинран юрăхлăрах парне кÿнĕ. Ĕненĕве кура Турă, унăн парнине йышăнса, вăл тÿрĕ пулнине кăтартса панă. Авель вилнĕ пулин те, ĕненĕве пула халĕ те пирĕнпе калаçать.

(5) Ĕненĕве пула Еноха та виличченех çÿле, тÿпене куçарнă: «Турă Хăй патне илнĕрен вара ăна шырасан та тупайман». Ку тĕнчерен илĕничченех Турă «ăна кăмăлланине» пĕлтернĕ.

(6) Ĕненÿсĕр вара Турă кăмăлне юрăхлă пулма çук, мĕншĕн тесен Ун патне çывхараканăн Турă пуррине тата Турă Хăйне шыракансене сăвап парассине ĕненмелле.

(7) Ĕненĕве пула Ной та, Турă мĕн пуласси çинчен асăрхаттарсан, Турра хисеплесе хăранипе хăйĕн кил-йышне çăлмашкăн карап тунă. Мĕн пуласси ун чухне уçăлман пулнă-ха. Ĕненĕве пула вăл, çак пĕтĕм тĕнчене айăпласа, ĕненÿрен килекен тÿрĕлĕхĕн еткерне илме тивĕç пулнă.

(8) Ĕненĕве пула Авраам та, Турă хушнине итлесе, хăй еткере илес çĕр-шыва тухса кайнă. Тухнă чухне вăл хăй ăçта каясса та пĕлмен.

(9) Ĕненĕве пула вăл хăйне сăмах парса шантарнă çĕр-шывра, ют çĕрти пек, чатăрсенче пурăннă. Исаакпа Иакова та Турă çав çĕр-шыва еткерлĕхе пама пулнă. Каярахпа вĕсем те унта çавнашкалах пурăннă.

(10) Авраам Турă ăсталаса лартас çирĕп никĕслĕ хула çинчен ĕмĕтленнĕ.

(11) Ĕненĕвне пула, ача туман Саррăн, ватăлнă пулин те, çие юлнă, ача çуралнă, мĕншĕн тесен вăл хăйне Шантараканĕ сăмахне тытасси пирки иккĕленмен.

(12) Çавăнпа ĕнтĕ ватăлса çитнĕ пĕр этемрен йышлă ăру пулса кайнă. Тÿпери çăлтăрсем пек, тинĕс хĕрринчи хăйăр пĕрчисем пек, Авраам тăхăмне ĕнтĕ шутласа та кăлараяс çук.

(13) Шантарни пурнăçланнине курма май килмен пулин те, вĕсем пурте ĕненÿпех вилнĕ. Вĕсем Турă шантарни хăçан та пулин çитессе пĕлнипех савăннă. Çак çĕр çинче хăйсем çулçÿревçĕсем, ютран килнĕскерсем пулнине уççăнах каланă.

(14) Çапла калакансем хăйсен тăван çĕр-шывне шырани куçкĕретех.

(15) Хăйсем тухса кайнă тăван çĕр-шывне асра тытнă пулсан вĕсем унта тавăрăнма май тупнă пулĕччĕç.

(16) Анчах та вĕсем лайăхрах çĕр-шывалла, тÿпери çĕр-шывалла ăнтăлнă. Çавăнпа Турă Хăйне вĕсен Турри тесе калама вăтанмасть, мĕншĕн тесен Турă вĕсем валли хула хатĕрлесе хунă.

(17) Авраам, ĕненĕве пула, Турă хăйне тĕрĕсленĕ чухне Исаака парне кÿме хатĕр пулнă. Ăна Турă сăмах парса шантарнă, çавăнпа вăл хăйĕн пĕртен-пĕр ывăлне Турра парне кÿме хатĕр пулнă.

(18) Çакна вăл Турă хăйне: «Санăн тăхăму Исаакран пуçланĕ», – тесе каланине пĕлсе тăнă çинчех тунă.

(19) Турă хăватлă, Вăл вилнисене те чĕртсе тăратма пултарать, тесе шухăшланă вăл. Чăнах та, вилес Исаака та Турă чĕртсе тăратнă. Çакна Вăл малашнехине пĕлтермешкĕн тунă.

(20) Ĕненĕве пула тата малашлăхшăн Исаак Иаковпа Исава пилленĕ.

(21) Ĕненĕве пула Иаков, хăй вилес умĕн, Иосифăн ывăлĕсене иккĕшне те пил панă. Унтан, туйи çине таянса, Турра пуç тайнă.

(22) Ĕненĕве пула Иосиф та вилес умĕн Израиль халăхĕ Египетран тухасса пĕлтернĕ, кайран хăйĕн шăмми-шаккипе мĕн тумаллине те хушса хăварнă.

(23) Ĕненĕве пула ашшĕ-амăшĕ Моисея çуралнă хыççăн виçĕ уйăха яхăн пытарса усранă. Ачи епле хитре пулнине курсан вĕсем патша хушнине те итлемен.

(24) Ĕненĕве пула Моисей, ÿссе çитĕнсен, хăйне фараон хĕрĕн ывăлĕ теме пăрахнă.

(25) Çылăхлă та вăхăтлăх киленÿсемпе савăнса пурăниччен Турă халăхĕпе пĕрле нушаланам тенĕ вăл.

(26) Турă тавăрса парасса пĕлнĕрен вăл Турă Суйласа илнин хурлăхне Египет пуянлăхĕнчен маларах хунă.

(27) Ĕненĕве пула вăл патша çиллинчен хăрамасăрах Египетран тухса кайнă. Ăна, Курăнманскере, курнă пекех, Моисей Унăн ирĕкне çирĕп пурнăçланă.

(28) Ĕненĕве пула вăл, Израиль çыннисен пирвайхи ачисене вĕлерекенĕн алли ан тĕкĕнтĕр тесе, пасха туса алăк суллисене юнпа сăрласа палăртса тухнă.

(29) Ĕненĕве пула Израиль çыннисем Хĕрлĕ тинĕс урлă тип çĕр урлă каçнă пекех каçма пултарнă. Египет çыннисем вара, вĕсем пекех каçма тăрсан, путса вилнĕ.

(30) Ĕненĕве пула Турă çыннисем хула тавра çичĕ кун хушши утса çавăрăннă хыççăн Иерихон хÿми ишĕлсе аннă.

(31) Раав ятлă аскăн хĕрарăм, ĕненĕве пула, Турра пĕлменнисемпе пĕрле вилмен, мĕншĕн тесен Израилĕн вăрттăн сăнавçисене кăмăллăн йышăннă, хăй патĕнче çĕр каçарнă, кайран урăх çулпа ăсатса янă.

(32) Тата мĕн калам? Гедеон, Варак, Самсон, Иеффай, Давид çинчен тата Самуилпа ытти пророксем çинчен каласа памашкăн вăхăт та çитеймĕ.

(33) Ĕненĕве пула çав çынсем патшалăхсене çĕнтернĕ, тÿрĕлĕхлĕ пурăнăç тунă, Турă шантарнине илме пултарнă. Вĕсем арăслансене йăвашлатнă,

(34) хаяр вут-çулăма сÿнтернĕ, хĕçрен хăтăлса юлнă, халсăрскерсем вăй илнĕ, вăрçăра паттăр пулнă, тăшман çарĕсене хăваласа янă.

(35) Вилнисене, чĕртсе тăратса, хĕрарăмсене тавăрса панă. Хăшĕ-пĕрисем, Турăшăн вилмеллех асап курнисем, лайăхрах пурăнăçшăн чĕрĕлсе тăрас тесе, сĕннĕ ирĕклĕхе те йышăнман.

(36) Теприсене тата мăшкăлланă, хĕненĕ, сăнчăрласа тĕрмене хупнă.

(37) Вĕсене чулпа пере-пере вĕлернĕ, пăчкăпа татнă, асаплантарнă, хĕçпе вĕлернĕ. Вĕсем, сурăх е качака тирĕсем пĕркенсе ярса, ĕмĕрĕсене çапкаланса çÿресех ирттернĕ, çити-çитми, хĕн-хурлă, çын кулли пулса пурăннă.

(38) Вĕсен, тĕнчерен те аслă çынсен, пуш хирсемпе сăрт-тусем тăрăх çапкаланса çÿреме, çĕр хăвăлĕсемпе хушăкĕсенче пурăнма тивнĕ.

(39) Турă вĕсен ĕненĕвне ырланă, анчах та сăмах парса шантарнине вĕсем кĕтсе илеймен.

(40) Мĕншĕн тесен Турă вĕсене пирĕнпе пĕрле кăна чи паха шая çитерме шутланă. Турă пирĕн валли эпир кĕтнинчен те чаплăраххи хатĕрлесе хунă иккен.

Еврейсем 12

Турă сире Хăйĕн ывăлĕсем вырăнне хурать

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13

(1) Пире курса-пĕлсе тăракансем пирĕн йĕри-тавра пĕлĕт пек нумай. Çавăнпа та, ĕнсе çинчи çĕклеме илсе персе, çылăх тăллине татса, хамăр утас çула тÿсĕмлĕн утса тухар.

(2) Иисус çине куç илмесĕр пăхар. Вăл – ĕненĕве Пуçараканĕ тата Пурнăçлаканĕ. Вăл, тÿпере ырлăх курас вырăнне, мăшкăла пăхса тăмасăр хĕрес çинчи асапа курнă. Вара Турă престолĕн сылтăм енне ларнă.

(3) Халсăрланса кăмăл çирĕплĕхне пĕтерес мар тесен, çылăхлă çынсен мăшкăлне Тÿсекенĕ пирки шухăшлăр.

(4) Эсир, çылăхпа кĕрешсе, юн тăкман-ха.

(5) Ашшĕ ывăлĕсене каланă пек, Турă хăвăра лăплантарса каланă çак сăмахсене эсир маннă: «Ывăлăм! Хуçа Турă айăплавне тĕрĕс хакла, Вăл сана питлет пулсан, хуйха ан ÿк.

(6) Мĕншĕн тесен Хуçа Турă Хăйне савакана асап кăтартать, Хăй кăмăллакан ывăлне чĕн пушăпа ăс парать».

(7) Çавăнпа та, инкек-синкек килсе тухсан, Турă пире Хăйĕн ывăлĕсем вырăнне хучĕ тейĕр. Ашшĕ айăпламан ывăл пулать-и?

(8) Мĕн пур ывăлсене айăпланă пекех сире айăпламарĕç пулсан, эсир вара чăн ывăлсем мар, тăван мар ывăлсем кăна.

(9) Çĕр çинчи атте пире айăпласан эпир ăна итлетпĕр, чун-чĕм тĕлĕшĕнчен Атте пулакана пирĕн тата ытларах итлемелле мар-им вара? Ăна итлени пурăнăç парать-çке-ха!

(10) Çĕр çинчи аттесем пире хăйсен тĕрĕслĕхĕпе вăхăтлăха кăна айăпланă. Чун-чĕм тĕлĕшĕнчен Атте пулакан вара пире усă тăвас тесе, Хăйĕн сăвапне парас тесе айăплав хурать.

(11) Кирек епле айăплав та çав вăхăтра савăнтармасть, кулянтарать. Çапла ăс пани каярахпа пире тÿрĕлĕхпе канăçлăх çимĕçĕ парать.

(12) Çавăнпа та лăштăр кайнă ал-урăрсене тĕреклетĕр,

(13) уксахлакан урăр ан мăкăлтантăрччĕ, сиплентĕрччĕ тесе, тÿрĕ сукмакпа утăр.

Турă ырăлăхне йышăнманнисене асăрхаттарни

(14) Çынсемпе килĕштерсе, сăваплă пурăнма тăрăшăр. Сăвапсăр пурăнсан Хуçа Туррăмăра кураймăр.

(15) Сирĕнтен хăшĕ те пулин Турă ырăлăхне çухатасран асăрханăр. Йÿçек тымартан наркăмăшлă хунав тухса сиен ан тутăрччĕ, нумай çынна ан ирсĕрлеттĕрччĕ.

(16) Сирĕн хушшăрта, Исав пек, Турăран пăрăннисем е Турра хисеплеменнисем ан пулччăр. Исав еткере тивĕçлĕ малтанхи ачи пулнă. Вăл çав тивĕçе чашăк яшкалла сутса янă.

(17) Пĕлетĕр ĕнтĕ, кайран Исав ашшĕн пилне илесшĕн питĕ çуннă, анчах ăна пил паман. Куççулĕпе йĕрсе айăпне йышăнсан та ÿкĕнме мехел çитереймен.

(18) Эсир, Израиль халăхĕ пек, вут-çулăм сирпĕтекен тата чăн-чăн ту патне çывхармарăр; тĕттĕмлĕх, сĕмлĕх тата тăвăл патне çывхармарăр;

(19) эсир труба сасси патне, тÿпери сасă патне çывхармарăр. Тÿперен килекен сăмахсене илтес мар тесе çынсем Турра тархасласа йăлăннă.

(20) Мĕншĕн тесен «çак ту çумне тискер кайăк сĕртĕнсессĕн те, ăна чулпа е ухăпа персе вĕлерĕç» тесе хăйсене чарнине çынсем тÿсеймен.

(21) Çак курăну питĕ хăрушă пулнăран Моисей: «Эпĕ хăранипе чĕтретĕп», – тенĕ.

(22) Эсир вара Сион тăвĕ патне, чĕрĕ Турă хули патне, тÿпери Иерусалим патне, пин-пин ангел патне çывхартăр.

(23) Эсир савăнмашкăн пухăннă малтанхи ывăлсен Чиркĕвĕ патне çывхартăр. Вĕсен ятне тÿпере çырса хунă. Эсир пурне те Суд тăвакан Турă патне, паха шая çитнĕ тÿрĕ çынсен чунĕсем патне çывхартăр.

(24) Эсир Хăй урлă çĕнĕ халал панă Иисус патне, сăваплатса сирпĕтмелли Юн патне, çывхартăр. Авель юнĕпе танлаштарсан, Иисус юхтарнă Юн чылай мухтавлăрах.

(25) Асăрханăр, Турă каланине итлемесĕр ан тăрăр. Хăйсене çĕр çинче асăрхаттарса калакана итлемен çынсем айăпа юлнă пулсан, эпир вара, тÿперен Калакантан пăрăнсан, пушшех те айăплă пулăпăр.

(26) Ун чухне Турă сасси çĕре кисрентернĕ, халĕ вара Вăл çапла сăмах панă: «Çĕре кăна мар, тÿпене те татах кисрентерĕп».

(27) «Татах» тени кисренменни яланах пулмашкăн кисренекенни, пултарнăскер, улшăнасса пĕлтерет.

(28) Çавăнпа та пирĕн, кисренмен Патшалăха тивĕçлисен, пархатарлă пулмалла. Çав пархатарпа Турра юрăхлăн, чунтан хисеплесе те хăраса Турăшăн тăрăшар.

(29) Мĕншĕн тесен пирĕн Туррăмăр – йăлтах пĕтерекен вут-çулăм та.

Еврейсем 13

Турра юрăхлă пуласси

1 2 3 4 5
6 7 8 9 10
11 12 13

(1) Ĕненекен тăванăрсене юратăр.

(2) Ютран килнĕ ĕненекенсемпе тараватлă пулăр, мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕрисем хăйсем пĕлмесĕрех ангелсене хăна туса янă.

(3) Хăвăр вĕсемпе пĕрле ларнă пекех, тĕрмере ларакан ĕненекенсене аса илсех тăрăр. Хăвăр вĕсемпе пĕрле асап курнă пекех, асап куракансене те асрах тытса тăрăр.

(4) Арлă-арăмлă пурăнăç хисепре пултăр, мăшăрсем пĕр-пĕрне ан улталаччăр. Улталакансене тата аскăнланакансене Турă суд тăвĕ.

(5) Укçана ан хапсăнăр, мĕн пуррипе çырлахăр. Мĕншĕн тесен Турă çапла каланă: «Эпĕ сана пăрахмăп, Эпĕ сана хăвармăп».

(6) Çавăнпа та эпир çирĕп кăмăлпа çапла калатпăр: «Мана Хуçамăр пулăшать, эпĕ нимĕнрен те хăрамăп, çын мана мĕнех тăвайĕ?»

(7) Хăвăра Турă сăмахне вĕрентнĕ ÿкĕтлевçĕсене асрах тытса тăрăр. Вĕсем тивĕçлĕ пурăнса тивĕçлĕ вилнине курсассăн, вĕсем пекех ĕненме тăрăшăр.

(8) Иисус Христос ĕнер те, паян та, ĕмĕр-ĕмĕр – Çавах.

(9) Тĕрлĕ ют вĕрентÿсем хыççăн ан кайăр; мĕншĕн тесен çимелли йăла-йĕркене тытса пыни никама та усă паман-ха. Кмăлăра çав йăласемпе мар, Турă тивлечĕпе çирĕплетĕр.

(10) Пирĕн хамăрăн парне вырăнĕ пур, ун çинчи Турра кÿнĕ çимĕçе кĕлĕ чатăрĕнче ĕçлесе тăракансен те çиме юрамасть.

(11) Çылăхшăн парнене кÿнĕ выльх-чĕрлĕх юнне аслă священник Тасаран таса вырăна илсе кĕрет, пуснă выльх-чĕрлĕхне вара тапăр тулашĕнче çунтарса яраççĕ.

(12) Çавăнпа та Иисус, çынсене Хăйĕн Юнĕпе сăвапласа тасатас тесе, хула хапхи тулашĕнче асап курнă.

(13) Вăл тÿснĕ мăшкăла хамăр çие илер те Ун патне тулашне тухар.

(14) Мĕншĕн тесен кунта пирĕн ялан пурăнмалли хула çук, пулас хулана эпир ăнтăлса шыратпăр.

(15) Çапла вара, Турра яланах Иисус урлă мухтав парни кÿрсе тăрар, урăхла каласан, тута-çăварăмăрсемпе Ăна мухтар.

(16) Пĕрне-пĕри ырă тума ан манăр, туслă пурăнăр – Турра шăпах çакнашкал парнесем юрăхлă.

(17) Хăвăр вĕрентÿçĕрсене итлĕр, пăхăнăр. Вĕсем сирĕншĕн Турă умĕнче яваплă, çавăнпа вĕсем сирĕн чунăршăн ырми-канми тăрăшаççĕ. Çав ĕçе вĕсем хуйхăрса мар, савăнса туччăр тесе (вĕсем хуйхăрса ĕçленинчен сире усă пулас çук), вĕсене пăхăнăр.

(18) Эпир тĕрĕс пурăнасчĕ тетпĕр, çавăнпа хамăр чунсем тасине шанатпăр. Пирĕншĕн кĕлтăвăр.

(19) Турă мана хăвăртрах сирĕн патăра тавăрăнмалла тутăрччĕ тесе уйрăмах хытă кĕлтăвăр.

Пиллени тата салам яни

(20) Хăйĕн сурăхĕсен Аслă Кĕтÿçине, Юнĕпе ĕмĕрлĕх халала çирĕплетнĕ Иисус Христос Хуçамăра вилĕмрен чĕртсе тăратнă канăçлăх Турри,

(21) Хăйĕн ирĕкне пурнăçлаччăр тесе, сире ырă ĕçсем тума май патăр. Иисус Христос урлă Вăл пире Хăйне юрăхлă пек тутăр. Христоса ĕмĕр-ĕмĕр мухтав! Аминь.

(22) Тăванăмăрсем! Çак ÿкĕт сăмахĕсене йышăнсамăр. Çырасса та эпĕ кĕскен кăна çыртăм.

(23) Тата Тимофей тăванăмăра тĕрмерен кăларса янине пĕлсемĕр. Çывăх вăхăтрах вăл ман патăма килес пулсан, иксĕмĕр те сирĕнпе курнăçма тăрăшăпăр.

(24) Хăвăра вĕрентекенсемпе ĕненекенсене пурне те салам калăр. Италирисем те сире салам яраççĕ.

(25) Сире пурне те Турă тивлечĕ пултăр! Аминь.

Библире Тупмалли

Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Павел Еврейсем патне Янă Çыру” çине 4 шухăш

  1. […] 2) Вĕсем вĕрентнине итлес пулат̌, вĕсем каланă пек тăвас пулат̌. Апостол Павел каланă: „Тăвансем; хытă тăрăр, епир сире йе сăмахпа каласа, йе çыру çырса йарса вĕрентнине тытса пурăнăр”, тенĕ (2 Солун. II—15) „Кам та пулин епир çак çыру çине мĕн çырнине итлемесессĕн, çав çын сирĕн хуш­шăрта паллă пултăр, унпала есир ан пĕрлешĕр, намăс­лантăр вăл”, тенĕ (2 Сол. III—14)—„Хăвăра вĕренте­кенсене итлесе, пăхăнса тăрăр. Вĕсем сирĕн ђунăрсемшĕн тăрăшса пурнаççĕ, сирĕн ђунăрсемшĕн вĕсенĕн хисеп памалла. Хăйсен ĕçне вĕсенĕн хавасланса тумал­ла пултăр, хуйхăрса куљанса тумалла ан пултăр. Вĕсене кÿрентерни сире усăллă мар”, тенĕ. (Евр. ХIII-17). […]

    Килĕштерес

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.