1 Иоанн


Турă çинчен Вĕрентекен Сăваплă Иоанн Апостолăн Мĕнпур Ĕненекене Янă Пĕрремĕш Çырăвĕ

1 Иоанн 1

Чĕрĕлĕх паракан Сăмах

1 2 3 4 5

(1) Эпир сирĕн патăра чăн малтан пуçласах пулни çинчен, хамăр илтни çинчен, куçăмăрсемпе курни çинчен, аллăмăрсемпе тытса пăхни çинчен – чĕрĕлĕх паракан Сăмах Турă çинчен – çырса пĕлтеретпĕр.

(2) Мĕншĕн тесен чĕрĕлĕх паракан килчĕ, эпир ăна куртăмăр, курни-илтнине çирĕплетсе пĕлтеретпĕр. Эпир сире Атте Турăри çав ĕмĕрлĕх чĕрĕлĕх хамăр патăра килни çинчен хыпарлатпăр.

(3) Сирĕн пирĕнпе хутшăнса пурăнмашкăн май пултăрччĕ тесе сире хамăр курни-илтни çинчен хыпарлатпăр. Эпир вара Атте Турăпа тата Унăн Ывăлĕ Иисус Христоспа хутшăнатпăр.

(4) Çак сăмахсене сирĕн савăнăçăр тулли пултăрччĕ тесе çырса яратпăр.

Турă вăл – çутăлăх

(5) Акă, эпир Унран Хăйĕнчен илтнине сире хыпарлатпăр: «Турă вăл – çутăлăх, Унра нимĕнле тĕттĕмлĕх те çук».

(6) Енчен те эпир хамăра Унпа хутшăнура тăратпăр тетпĕр пулсан, хамăр вара тĕттĕмрех çÿретпĕр пулсан, эппин эпир суятпăр, чăнлăхпа пурăнмастпăр.

(7) Енчен те эпир, Вăл çутăра çÿренĕ евĕрлех, çутăра çÿретпĕр пулсан – эппин пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăнатпăр. Эппин Унăн Ывăлĕн Иисус Христосăн Юнĕ пире тĕрлĕ çылăхран тасатать.

(8) Енчен те хамăра çылăхсăр тетпĕр пулсан – эппин хамăра хамăр улталатпăр, пирĕнте Ырă Хыпар чăнлăхĕ çук пулать.

(9) Хамăр çылăхсене йышăнатпăр пулсан – эппин шанчăклă та тÿрĕлĕхлĕ Турă пирĕн çылăхсене каçарса, пире тĕрлĕ тĕрĕсмарлăхран тасатать.

(10) Енчен те эпир хамăра çылăха кĕмен тетпĕр пулсан – эппин Турра суеçĕ вырăнне хуратпăр, Унăн сăмахĕ пирĕн чĕрене витермен пулать.

1 Иоанн 2

Христос – пирĕн Хута кĕрекен

1 2 3 4 5

(1) Эй, ачамсем! Эпĕ çакна эсир çылăха кĕресрен çыратăп. Кам та пулин çылăха кĕрсессĕн вара Атте Турă умĕнче пирĕн Хута кĕрекен пур. Вăл – тÿрĕлĕхлĕ Иисус Христос.

(2) Вăл – пирĕн çылăхсемшĕн Турра кÿнĕ парнелĕх. Вăл Хăйĕн пурăнăçне пирĕн çылăхсемшĕн кăна мар, пĕтĕм тĕнче çылăхĕсемшĕн панă.

(3) Эпир Ăна пĕлсе çитни Унăн пил-хушăвĕсене тытса пынинчен курăнать.

(4) «Эпĕ Ăна пĕлетĕп», – теекен, анчах хăй Унăн пил-хушăвĕсене пăхăнса пурăнман çын – суеçĕ, унра Ырă Хыпар чăнлăхĕ çук.

(5) Кам Унăн сăмахне пăхăнса пурăнать, çав çынра Турă юратулăхĕ чăннипех те пулса çитнĕ. Хамăр Унпа килĕшÿллĕ пулнине çавăнтан пĕлетпĕр те.

(6) Хăйне Турăпа пĕрлĕхлĕ теекенĕн Иисус пурăннă пек пурăнмалла.

Çĕнĕ пил-хушу

(7) Эй, савнă тăванăмсем! Сирĕн патăра çĕнĕ пил-хушу çырса ямастăп. Вăл авалхи пил-хушăвах, ăна сире ĕненме пуçласассăнах панă. Çав авалхи пил-хушу сăмахне эпир ĕненме пуçласассăнах илтнĕ.

(8) Апла пулин те, эпĕ çырни – çĕнĕ пил-хушу. Çав сăмахсен чăнлăхĕ Христосра тата сирĕнте палăрчĕ, мĕншĕн тесен тĕттĕмлĕх иртсе пырать, чăн çутă çутата пуçларĕ.

(9) Кам хăйне çутăлăхра çÿретĕп тет, анчах ĕненекен тăванне юратмасть, çав тĕттĕмлĕхрен тухман-ха.

(10) Ĕненекен тăванне юратакан çутăлăхра çÿрет, унра çылăха кĕресси çук.

(11) Ĕненекен тăванне курайман çын вара тĕттĕмлĕх ăшĕнче, тĕттĕмре çÿрет. Куçĕ тĕттĕмпе суккăрланнăран вăл хăй ăçта кайнине те пĕлмест.

(12) Эй, ачасем! Сирĕн çылăхăрсем Христос ячĕпе каçарăннăран сирĕн патăра çыратăп.

(13) Эй, ашшĕсем! Эсир чăн малтан Пуррине пĕлнĕрен сирĕн патăра çыратăп. Эй, çамрăксем! Эсир шуйттана çĕнтернĕрен сирĕн патăра çыратăп. Эй, ар çулне çитменнисем! Эсир Атте Турра пĕлнĕрен сирĕн патăра çыртăм.

(14) Эй, ашшĕсем! Эсир Пуçламăшсăррине пĕлнĕрен сирĕн патăра çыртăм. Эй, çамрăксем! Эсир ĕненÿре çирĕп пулнăран, сирĕнте Турă сăмахĕ пулнăран, эсир шуйттана çĕнтерме пултарнăран сирĕн патăра çыртăм.

(15) Тĕнчене те, тĕнчере мĕн пуррине те ан юратăр. Тĕнчене юратакан Атте Турра юратмасть.

(16) Мĕншĕн тесен тĕнчере мĕн пурри йăлтах: ÿт-пÿ хистени те, куç илĕртни те, пурăнан пурăнăçри мăнкăмăллăх та – Атте Турăран мар, ку тĕнчерен.

(17) Тĕнче те пĕтет, тĕнче илĕртĕвĕсем те пĕтеççĕ, Турă ирĕкне пурнăçлакан вара ĕмĕр-ĕмĕр пурăнать.

Антихрист çинчен

(18) Эй, ачамсем! Юлашки вăхăт çывхарать. Антихрист килесси çинчен эсир илтнĕ. Юлашки вăхăт çывхарнине эпир халĕ антихристсем нумайланса кайнинчен пĕлетпĕр.

(19) Вĕсем хамăр хушшăмăртанах тухрĕç, анчах вĕсем нихăçан та пирĕннисем пулман: вĕсем пирĕннисем пулсассăн, пирĕнпех юлĕччĕç. Анчах вĕсем пирĕн йышран тухрĕç, çапла майпа вĕсем пуртех те пирĕннисем марри палăрчĕ.

(20) Тепĕр тесен, Хăйĕн Сывлăшне Паракан сире суйласа илнĕ, чăнлăха эсир хăвăрах пĕлетĕр.

(21) Эпĕ сирĕн патăра эсир чăнлăха пĕлменрен çырмастăп. Эсир чăнлăха та, чăнлăх суя çуратманнине те пĕлетĕр.

(22) Иисус вăл Турă Суйласа илни пулнине йышăнман çын та суеçĕ пулмасан, тата кам суеçĕ пулĕÇавнашкал çын – антихрист. Вăл Атте Турра та, Ывăлне те йышăнмасть.

(23) Ывăлне йышăнман çыннăн Ашшĕ те çук. Ывăлне ĕненекенĕн вара Ашшĕ пур.

(24) Çапла вара, эсир ĕненме пуçласанах мĕн илтнĕ, çавă сирĕнтех юлтăр. Илтни сирĕнте юлсассăн вара эсир Ывăлĕпе те, Ашшĕпе те хутшăнса пурăнăр.

(25) Вăл пире ĕмĕрлĕх пурăнăç пама шантарнă.

(26) Сире илĕртсе улталас текенсем пур пирки эпĕ çакна çыртăм та.

(27) Тепĕр тесен, сире Вăл Хăй çу сĕрсе суйласа илнĕ. Çавă сирĕнтех юлĕ. Сире кам та пулин вĕрентни кирлĕ мар. Çу сĕрсе суйласа илни вара суя мар, чăн. Çав чăнни хăех сире пурин çинчен те вĕрентет. Эппин вăл сире мĕне вĕрентнине тытса пурăнăр.

Турă ачисем

(28) Çапла вара, ачамсем, Турă Суйласа илни килсессĕн, Ун умĕнче çирĕп кăмăллăн та намăсланмасăр тăрас тесен, Унăн вĕрентĕвĕпе пурăнăр.

(29) Вăл тÿрĕ пулнине эсир пĕлетĕр пулсан çакна та пĕлсе тăрăр: кашни тĕрĕс тăваканах Унран çуралнă; Турă ачи пулать.

1 Иоанн 3

1 2 3 4 5

(1) Курăр-ха, Атте Турă пире епле юратать. Вăл пире Турă ачисем пулма, çав ята тивĕçлĕ пулма ирĕк панă. Анчах та тĕнче, Турра пĕлмен пирки, пире те йышăнмасть.

(2) Эй, савнă тăвансем! Эпир ĕнтĕ Турă ачисем, анчах та хамăр малашлăха пĕлместпĕр-ха. Пĕр çакна кăна пĕлетпĕр: çав вăхăт çитсен эпир Ун евĕрлĕ пулăпăр, мĕншĕн тесен Вăл мĕнлине курăпăр.

(3) Ăна шанса пурăнакан кашни çынах, Христос пек таса пуласчĕ тесе, хăйне тасатать.

(4) Çылăха кĕрекен кашни çынах Турă йĕркине пăсать, мĕншĕн тесен çылăх вăл – Турă йĕркине пăсни.

(5) Христос пирĕн çылăхсене Хăй çине илмешкĕн килнине, Унра çылăх çуккине эсир пĕлетĕр ĕнтĕ.

(6) Ăна ĕненсе пурăнакан çылăха кĕмест. Çылăха кĕрекен вара Ăна пĕлмест.

(7) Эй, ачамсем! Сире никам та илĕртсе ан улталатăр. Кам тÿрĕлĕхлĕ ĕç тăвать, çав Унашкалах тÿрĕлĕхлĕ.

(8) Кам çылăха кĕрет, çав вара шуйттанăн, мĕншĕн тесен малтан шуйттан çылăха кĕнĕ. Шуйттан ĕçĕсене путлантарма килнĕ те ĕнтĕ Турă Ывăлĕ.

(9) Турă ачи пулма тивĕçни çылăха кĕмест, мĕншĕн тесен унăн чун-чĕринче Турă акса хăварни пур. Турă ачи пулнăран вăл çылăха кĕме те пултараймасть.

(10) Турă ачисемпе шуйттан ачисене çакăнтан пĕлмелле: ырă ĕç туман, çавнашкалах тăванне юратман çын Турă ачи мар.

Пĕр-пĕрне юратăр

(11) Пирĕн пĕр-пĕрне юратмалла тенине эсир ĕненме пуçласанах илтнĕ.

(12) Пирĕн Каин пек пулас марччĕ. Вăл, шуйттанăн пулнăран, хăйĕн пĕртăванне вĕлернĕ. Мĕншĕн вĕлернĕ-ха вăл ăнаМĕншĕн тесен хăйĕн ĕçĕсем усал пулнă, пĕртăванĕн ĕçĕсем вара тÿрĕ пулнă.

(13) Эй, тăванăмсем! Тĕнче хăвăра кураймасан ан тĕлĕнĕр.

(14) Ĕненекен тăвансене юратнăран эпир вилĕмрен чĕрĕлĕхе куçнине пĕлетĕр. Тăванне юратман çыннăн чунĕ вилĕм тыткăнĕнче.

(15) Тăванне кураймасăр пурăнакан вăл – çын вĕлерекен. Кирек епле çын вĕлерекен те хăй ăшĕнчи ĕмĕрлĕх пурăнăçа пĕтерет.

(16) Юратулăх мĕнне эпир пĕлетпĕр: Христос пирĕншĕн чунне панă, пирĕн те тăвансемшĕн чуна пама хатĕр пулмалла.

(17) Çак тĕнчере çителĕклĕ пурăнакан çын тертленекен тăванне хĕрхенмест пулсан, унра епле Турă юратулăхĕ пулайтăр?

(18) Эй, ачамсем! Сăмахпа е чĕлхепе юратар мар, ĕçпе тата чăнлăхпа юратар.

(19) Турă умĕнче чĕремĕрсене лăплантарса, хамăр чăнлăх енче пулнине акă мĕнрен пĕлĕпĕр.

(20) Енчен те хамăр чун-чĕре хамăрах айăплать пулсан, Турă мĕн чухлĕ ытларах айăплĕ! Мĕншĕн тесен Турă пирĕн чĕререн аслăрах, Вăл йăлтах пĕлет.

(21) Эй, савнă тăвансем! Енчен те хамăр чун-чĕре хамăра айăпламасть пулсан, эпир Турă умне хăюллăнах тăма пултаратпăр.

(22) Мĕн ыйтнине Турă пире пĕтĕмпех парĕ, мĕншĕн тесен эпир Унăн пил-хушăвĕсене тытса пыратпăр, Ăна юрăхлă ĕçсем тăватпăр.

(23) Унăн пил-хушăвĕ вара çапла: пирĕн, Хăй хушнă пек, Унăн Ывăлне Иисус Христоса ĕненмелле, пĕр-пĕрне юратмалла.

(24) Унăн пил-хушăвĕсене тытса пыракан çын Турăра пулать, Турă та çав çынра пулать. Турă хамăрта пулнине вара эпир Вăл пире панă Сывлăш тăрăх пĕлетпĕр.

1 Иоанн 4

Турă Сывлăшĕ тата антихрист сывлăшĕ

1 2 3 4 5

(1) Эй, савнă тăвансем! Турă Сывлăшĕллĕ текен кирек епле çынна та ан ĕненĕр. Малтан тĕрĕслесе пăхăр: çав сывлăш Турăран-и? Мĕншĕн тесен тĕнчере суя пророк нумайланса кайрĕ.

(2) Турă Сывлăшне тата аташтаракан сывлăша çапла майпа уйăрса илĕр: Иисус – ÿтленсе килнĕ Турă Ывăлĕ пулнине йышăнакан кирек епле Сывлăш та – Турăран.

(3) Иисус – çĕр çине ÿтленсе килнĕ Турă Ывăлĕ пулнине йышăнман кирек епле сывлăш та – Турăран мар, вăл антихрист сывлăшĕ. Антихрист килесси çинчен эсир илтнĕ, антихрист тĕнчене килнĕ те ĕнтĕ.

(4) Эй, ачамсем! Эсир – Туррăн, эсир суя пророксене çĕнтертĕр, мĕншĕн тесен сирĕнти Турă Сывлăшĕ тĕнчери ытти сывлăшсенчен хăватлăрах.

(5) Суя пророксем – тĕнченĕн, вĕсем тĕнче ăнланмалла калаçаççĕ те – тĕнче вĕсене итлет.

(6) Эпир – Туррăн. Турра пĕлекен пире итлет. Кам Туррăн мар, çав пире итлемест. Чăнлăх Сывлăшне аташтаракан сывлăшран çапла майпа уйăрса илетпĕр те.

Турă вăл – юратулăх

(7) Эй, савнă тăвансем! Пĕр-пĕрне юратар, мĕншĕн тесен юратулăх Турăран килет. Юратакан çын – Турă ачи, вăл Турра пĕлет.

(8) Юратман çын Турра пĕлмест, мĕншĕн тесен Турă вăл юратулăх.

(9) Турă пире юратни çакăнтан палăрать: Ывăлĕ урлă пирĕн чĕрĕлĕх илмелле пултăр тесе Турă тĕнчене Хăйĕн пĕртен-пĕр Ывăлне янă.

(10) Чăн юратулăх – эпир Турра юратни мар, Турă пире юратни. Пире юратнăран ĕнтĕ Турă Хăйĕн Ывăлне çĕр çине ярса пирĕн çылăхсемшĕн парнелĕхе кÿнĕ.

(11) Эй, савнă тăвансем! Турă пире çав териех юратать пулсан, пирĕн те пĕр-пĕрне юратмалла.

(12) Турра никам та нихăçан та курман. Анчах та эпир пĕр-пĕрне юратсан Турă пирĕн чунра пулать, Турă юратулăхĕ пирĕн ăшра тулли пулать.

(13) Хамăр Унра пулнине, Вăл та пирĕнте пулнине Турă пире Хăйĕн Сывлăшĕн ырăлăхĕсене панинчен пĕлетпĕр.

(14) Атте Турă Хăйĕн Ывăлне тĕнчене Çăлакан пулмашкăн янă, çавна эпир куçăн курнăран çирĕплетсе пĕлтеретпĕр.

(15) Иисуса Турă Ывăлĕ тесе йышăнакан çынра Турă пулать, çынни те Турăра пулать.

(16) Турă пире епле юратнине эпир пĕлтĕмĕр, çав юратулăха ĕнентĕмĕр. Турă вăл юратулăх, çавăнпа та юратуллă пурăнакан çын Турăра пулать, Турă та çав çынра пулать.

(17) Ĕнтĕ пирĕн ăшăмăрсенчи юратулăх чи паха шая çитрĕ. Çавăнпа та, эпир тĕнчере Вăл пурăннă пек пурăннăран, суд кунĕнче çирĕп кăмăллă пулăпăр.

(18) Юратулăхра хăрани çук, тулли юратулăх хăранине пĕтерет, мĕншĕн тесен хăрани вăл – çитес айăплав çинчен шухăшлани. Хăракан туллин юратма пултараймасть.

(19) Турă пире маларахран юратнă, çавăнпа та Ăна юратар.

(20) Эпĕ Турра юрататăп текен, ĕненекен тăванне курайман çын – суеçĕ. Куçкĕретĕн курăнакан тăванне юратман çын курăнман Турра епле юратайтăр

(21) Турă пире çакăн пек пил-хушу панă: Турра юратакан хăй тăванне те юраттăр.

1 Иоанн 5

Ĕненни – тĕнчене çĕнтерни

1 2 3 4 5

(1) Иисус вăл Турă Суйласа илни пулнине ĕненекен кашни çынах Турă ачи пулать. Çапла вара, Çÿлти Ашшĕне юратакан Унран Çуралнине те юратать.

(2) Эпир Турă ачисене юратни çакăнтан палăрать: эпир Турра юрататпăр, Унăн пил-хушăвĕсене тытса пыратпăр.

(3) Турă пил-хушăвĕсене тытса пыни Ăна юратни пулать те. Унăн пил-хушăвĕсем вара йывăрах та мар.

(4) Турăран çуралнă кашни çын тĕнчене çĕнтерет. Тĕнчене çĕнтернĕ çав çĕнтерÿ хăвачĕ – пирĕн ĕненÿ.

(5) Иисус вăл Турă Ывăлĕ тенине ĕненекен тĕнчене çĕнтермесен, урăх кам çĕнтерейĕ?

Турă Ывăлĕ çинчен çирĕплетсе пĕлтерни

(6) Иисус Христос Вăл пирĕн пата шывпа юн урлă, Сывлăш пĕлтерсе çирĕплетнипе килнĕ. Вăл шывпа тĕне кĕрсе кăна мар, хĕрес çинче юн юхтарса килнĕ. Çавăн çинчен Сывлăш çирĕплетсе пĕлтерет, мĕншĕн тесен Сывлăш вăл чăнлăх.

(7) Çавăн çинчен тÿпере виççĕн çирĕплетсе калаççĕ: Атте Турă, Сăмах Турă тата Святой Сывлăш. Çаксем виççĕшĕ те – пĕр.

(8) Çавăн çинчен çĕр çинче те виççĕн çирĕплетсе калаççĕ: Святой Сывлăш парнисем, шыв тата юн. Çаксем виççĕшĕ те пĕрешкелех каласа пĕлтереççĕ.

(9) Енчен те эпир çынсем çирĕплетсе каланине йышăнатпăр пулсан, паллах, Турă çирĕплетсе калани чылай хăватлăрах. Мĕншĕн тесен ăна Турă Хăйĕн Ывăлĕ çинчен каланă.

(10) Турă Ывăлне ĕненекенĕн вара çав çирĕплетсе калани ăшра упранать. Турă çирĕплетсе пĕлтернине ĕненмен çын Турă Хăйĕн Ывăлĕ çинчен каласа пĕлтернине ĕненмест. Çапла майпа вăл Турра суеçĕ вырăнне хурать.

(11) Çирĕплетсе калани вара çакă: Турă пире ĕмĕрлĕх чĕрĕлĕх панă, çав чĕрĕлĕх çăлкуçĕ – Ывăлĕнче.

(12) Христоса Турă Ывăлĕ тесе йышăнаканăн çав чĕрĕлĕх пур, Турă Ывăлĕ тесе йышăнман çыннăн вара – çук.

Пире ĕмĕрлĕх чĕрĕлĕх панă

(13) Эпĕ сирĕн патăра, Турă Ывăлне ĕненекенсем патне, çакна çырса яратăп: Турă Ывăлне ĕненсен ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пуласса пĕлсе тăрăр.

(14) Çавăнпа та эпир Турă умĕнче хамăра çирĕп кăмăллă тыткалатпăр: эпир Унран, Хăй вĕрентнĕ пек, кирек мĕн ыйтсассăн та, Вăл пире итлет.

(15) Кирек мĕн ыйтсассăн та, Вăл пире итлессе пĕлетпĕр пулсан, хамăр Унран мĕн ыйтнине йăлтах илессе те пĕлетпĕр.

(16) Кам ĕненекен тăванĕ вилĕм кÿмен çылăха кĕнине курать, çав тăванĕшĕн кĕлтутăр. Турă вара ăна чĕрĕлĕх парĕ. Çакна эпĕ вилĕм кÿмен çылăха кĕнисем пирки калатăп. Анчах та вилĕм кÿрекен çылăха кĕрекенсем те пур. Сирĕн вĕсемшĕн те кĕлтумалла теместĕп эпĕ.

(17) Кирек епле усал ĕç те çылăх, анчах та вилĕм кÿмен çылăх та пур.

(18) Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Турă ачи пулма тивĕçнĕ çын çылăха кĕмест. Турă ачи хăйне хăй упраса пурăнать, шуйттан ун çумне çулăхаймасть.

(19) Эпир хамăр Турă ачисем пулнине, пĕтĕм тĕнче усаллăх шĕнче пулнине пĕлетпĕр.

(20) Эпир тата çакна та пĕлетпĕр: Турă Ывăлĕ килчĕ те, чăн Турра пĕлччĕр тесе, Унăн чăн Ывăлĕпе Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ пулччăр тесе, пире çутă та, ăс-хакăл та пачĕ. Вăл – чăн Турă, Вăл – ĕмĕрлĕх чĕрĕлĕх.

(21) Эй, ачамсем! Кĕлеткесене пуççапасран асăрханса пурăнăр. Аминь.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out / Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out / Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out / Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out / Change )

Connecting to %s