Турă çинчен Вĕрентекен Сăваплă Иоанн Малашнехине Уçса пани


Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Уçса пани

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]

1

Çак кĕнеке çинчен

(1) Малашлăхра часах мĕн пулассине Хăйĕн чурисене кăтартас тесе, Турă Иисус Христоса малашнехине уçса панă. Çăвна Вăл Хăйĕн ангелĕ урлă Хăйĕн чурине Иоана кăтартнă.

(2) Иоанн вара Турă Сăмахĕ çинчен, Иисус Христос çирĕплетсе калани çинчен тата хăй мĕн-мĕн курни-илтни çинчен каласа пĕлтернĕ.

(3) Çак пророкла сăмахсене вулакан, вĕсене итлекенсем тата унта мĕн çырнине тытса пурăнакансем телейлĕ, мĕншĕн тесен вăхăт çывăх ĕнтĕ.

Çичĕ чиркĕве салам яни

(4) –

(5) Асири çичĕ чиркĕве – Иоанран: сире Пурринчен, Пулнинчен, Пулассинчен, Унăн престолĕ умĕнчи çичĕ сывлăшран тата Иисус Христосран ырăлăхпа канăçлăх пултăр. Иисус çирĕплетсе пĕлтерни чăн. Вăл – вилнисенчен чи малтан чĕрĕлсе тăнăскер, çĕр çинчи патшасемпе хуçаланаканскер. Вăл пире юратнăран Хăйĕн Юнĕпе пирĕн çылăхсенчен хăтарнă,

(6) Хăйĕн Ашшĕ, Туррăмăр, умĕнче пире патшалла священниксем тунă. Вăл ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă та хăватлă пултăр! Аминь.

(7) Акă, Вăл пĕлĕтсем çинче килĕ те, Ăна пурте, çав шутрах Хăйне пăталаса сăнăпа чикнисем те, курĕç. Çĕр çинчи мĕн пур йăхсем Унăн умĕнче татăлса йĕрĕç. Çапла пулĕ, аминь.

(8) «Эпĕ – Альфа тата Омега, пуçламăшĕ тата вĕçĕ, – тет Хуçамăр. – Эпĕ – Пурри те, Пулни те, Пуласси те, Пурне те тытса тăракан».

Христос курăнни

(9) Эпĕ, Иоанн тăванăр, Иисус Христосăн патшалăхне кĕрес тесе, Вăл тÿснĕ пек асапа сирĕнпе пĕрле тÿсетĕп. Мана Турă Сăмахне вĕрентнĕшĕн, Иисус Христос çинчен çирĕплетсе пĕлтернĕшĕн Патмос утравĕ çине ячĕç.

(10) Пĕррехинче, вырсарни кун, Святой Сывлăш витĕмĕпе эпĕ хам хыçăмра труба сасси пек хăватлă сасă илтрĕм. «Эпĕ – Альфа тата Омега, Малтанхи тата Кайранхи, – терĕ çав сасă.

(11) – Хăвна мĕн курăннине йăлтах кĕнекелесе çыр та Асири чиркÿсене: Ефеса та, Смирнăна та, Пергама та, Фиатирăна та, Сардиса та, Филадельфине те, Лаодикине те яр».

(12) Хампа калаçаканни кам сасси-ши тесе, эпĕ хыçалалла çавăрăнса пăхрăм. Вара, çавăрăнса пăхсан, çичĕ ылтăн çутаткăç куртăм.

(13) Çутаткăçсем хушшинче Этем Ывăлĕ евĕрлĕскер тăратчĕ. Хăй вăрăм тум тăхăннă, кăкăр урлă ылтăн хăю çыхнă.

(14) Пуçĕ те, çÿçĕ те Унăн шурă çăм пек, юр пек шап-шурăччĕ, куçĕсем вут çулăмĕ евĕрччĕ.

(15) Урисем Унăн шăранса тăракан пăхăр пекчĕ, сасси шыв кĕрлени пекчĕ.

(16) Сылтăм аллине Вăл çичĕ çăлтăр тытнăччĕ, çăварĕнчен ик енĕ те çивĕч хĕç тухса тăратчĕ, сăнĕ-пичĕ вара Унăн хĕртсе пăхакан хĕвелччĕ.

(17) Ăна курсассăнах эпĕ Унăн ури умне вилнĕ пек ÿкрĕм. Вара Вăл ман çине сылтăм аллине хурса çапла каларĕ: «Ан хăра. Эпĕ – Малтанхи те, Кайранхи те.

(18) Эпĕ – чĕрĕ. Эпĕ вилнĕччĕ, акă, курсам: Эпĕ ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнатăп, аминь. Тамăкпа вилĕм çăраççисем те Манра.

(19) Ĕнтĕ ху мĕн курнине, мĕн пуррине тата çакăн хыççăн мĕн пулассине çырса хур.

(20) Эсĕ Манăн аллăмра курнă çичĕ çăлтăр тата çичĕ çутаткăç акă мĕне пĕлтереççĕ: çичĕ çăлтăр вăл – çичĕ чиркĕвĕн ангелĕсем, эсĕ курнă çичĕ çутаткăç вара – çичĕ чиркÿ».

Малашнехине 2

Ефесри чиркĕве янă çыру

(1) «Ефес чиркĕвĕн ангелне çырса яр: „Хăйĕн сылтăм аллинче çичĕ çăлтăр Тытса тăракан, çичĕ ылтăн çутаткăç хушшинче Çÿрекен çапла калать, те:

(2) Санăн ĕçÿсене те, тăрăшулăхна та, чăтăмлăхна та пĕлетĕп. Эсĕ пăсăк çынсене тÿсме пултарайманнине те пĕлетĕп. Апостол мар çинчех хăйсене апостол текенсене эсĕ тĕрĕслесе пăхнă та вĕсем суеçĕсем кăна пулнине тупса палăртнă.

(3) Сана нумай тÿсме лекет, эсĕ чăтăмлă, Манăн ятăмшăн ывăна пĕлми ĕçлетĕн.

(4) Анчах та Манăн сана асăрхаттарса каламалли те пур: санра халĕ малтанхи юратулăху çук.

(5) Çапла вара, ху еплерех чун çÿллĕшĕнчен ÿкнине аса ил те ÿкĕн, малтанхиллех ĕçлесе пурăн. Апла тумасан, часах сан патна пырăп, çутаткăçна вырăнĕнчен хускатăп.

(6) Çапах та николаитсен ĕçне-хĕлне эсĕ Манашкалах курайманнишĕн сана ырламалла.

(7) Сывлăш чиркÿсене мĕн каланине илтме хăлха пурри илттĕр. Çĕнтерекене Эпĕ Туррăн райĕ варринчи пурăнăç йывăççин çимĕçне çиме ирĕк парăп“».

Смирнăри чиркĕве янă çыру

(8) «Смирна чиркĕвĕн ангелне те çырса яр: „Малтанхи тата Кайранхи, Вилнĕскер, акă, Чĕрĕскер, çапла калать, те:

(9) Санăн ĕçÿсене, хуйху-суйхуна та, чухăнлăхна та (тĕрĕссипе, эсĕ – пуян) пĕлетĕп. Хăйсене иудей текенсем сан пирки усал калаçаççĕ. Вĕсем иудейсем мар – шуйттан пухăвĕ.

(10) Хăвна тÿсме лекессинчен нимĕнрен те ан хăра. Акă, сире тĕрĕслесе пăхас тесе, сирĕнтен хăшне-пĕрне шуйттан тĕрмене хуптарĕ, унта эсир пĕр вунă кун тертленĕр. Вилмелле пулсан та, ĕненÿпех вил, вара Эпĕ сана пурăнăç пуç кăшăлне тăхăнтартăп.

(11) Сывлăш чиркÿсене мĕн каланине илтме хăлха пурри илттĕр. Çĕнтерекене иккĕмĕш вилĕм сăтăр тăваймĕ“».

Пергамри чиркĕве янă çыру

(12) «Пергам чиркĕвĕн ангелне те çырса яр: „Икĕ енĕ те çивĕч Хĕçли çапла калать, те:

(13) Санăн ĕçÿсене, эсĕ шуйттанăн престолĕ ларнă вырăнта пурăннине пĕлетĕп. Сирĕн патăрта, шуйттан пурăнакан çĕрте, Ман çинчен пĕлтерекен шанчăклă Антипăна вĕлерчĕç. Эсĕ çав вăхăтра та Ман ятăма тытса пынине, Мана ĕненме пăрахманнине пĕлетĕп.

(14) Анчах та Манăн сана кăштах асăрхаттарса каламалли те пур: унта, сан патăнта, хăшĕ-пĕрисем Валаам вĕрентĕвне тытса пыраççĕ. Çавскер Валака Израиль çыннисене илĕртсе улталама вĕрентрĕ, çавăнпа вĕсем чÿк çимĕçне çиеççĕ, аскăнланса пурăнаççĕ.

(15) Сан патăнта тата николаитсен вĕрентĕвне тытса пыракансем те пур, Эпĕ вĕсен вĕрентĕвне кураймастăп.

(16) Ÿкĕн! Апла тумасан, часах сан патна пырăп, çав çынсемпе чĕлхе-çăварăм хĕçĕпе çапăçăп.

(17) Сывлăш чиркÿсене мĕн каланине илтме хăлха пурри илттĕр. Çĕнтерекене Эпĕ курăнми маннă çиме ирĕк парăп, шурă чул парнелĕп. Çав чул çине илекеннисĕр пуçне урăх никам та пĕлмен çĕнĕ ят çырса хунă“».

Фиатирăри чиркĕве янă çыру

(18) «Фиатира чиркĕвĕн ангелне те çырса яр: „Вут çулăмĕ евĕр куçлă, шăранакан пăхăр пек ураллă Турă Ывăлĕ çапла калать, те:

(19) Санăн ĕçÿсене те, юратулăхна та, Турăшăн ĕçленине те, ĕненĕвне те, чăтăмлăхна та пĕлетĕп. Тата хальхи ĕçÿсем малтанхинчен пысăкрах пулнине те пĕлетĕп.

(20) Анчах та Манăн сана кăштах асăрхаттарса каламалли пур: эсĕ хăйне пророк теекен хĕрарăма, Иезавеле, чармастăн. Вăл вара Манăн чурамсене аскăнланса пурăнма, чÿк çимĕçĕ çиме улталаса вĕрентет.

(21) Эпĕ ăна пăсăк ĕçĕсенчен ÿкĕнмешкĕн вăхăт парсаттăм, анчах та вăл ÿкĕнмерĕ.

(22) Акă, Эпĕ ăна çавăншăн вырăнпах выртмалла тăвăп. Унпа пĕрле çылăха кĕрсе пурăннисем çине вара, хăйсен ĕçĕсемшĕн ÿкĕнмесен, пысăк хуйхă ярăп.

(23) Эпĕ ун хыççăн каякансем çине вилĕм ярăп, вара Эпĕ çынсен шухăш-туйăмне Тĕрĕслекенĕ пулнине пур чиркÿсем те ăнланĕç. Эпĕ сире кашнинех ĕçĕрсене кура тавăрса парăп.

(24) Эсир Фиатирăра пурăнакан ытти хăш-пĕр çынсемпе пĕрле çав вĕрентÿ хыççăн каймастăр, „шуйттанлăхăн шырланĕ“ текенни мĕнне пĕлместĕр. Çавăнпа та сире пурне те çакна калатăп: „Эпĕ сирĕн çине урăх çĕклем хумăп“.

(25) Эпĕ пыриччен вара эсир халиччен мĕне тытса пынă, çавнах тытса пурăнăр.

(26) –

(27) Çĕнтерекене, Манăн ĕçĕмсене вĕçне çитичченех туса пыракана, Эпĕ Хамăн Аттемрен урăх халăхсемпе хуçаланма епле ирĕк илнĕ, çапла ирĕк парăп. Вăл вара çав халăхсене тимĕр туяпа пăхăнтарĕ, вĕсем тăм савăт-сапа пек ванса пĕтĕç.

(28) Çĕнтерекене тата шурăмпуç çăлтăрĕ парăп.

(29) Сывлăш чиркÿсене мĕн каланине илтме хăлха пурри илттĕр“».

Малашнехине 3

Сардисри чиркĕве янă çыру

(1) «Сардис чиркĕвĕн ангелне те çырса яр: Туррăн çичĕ сывлăшĕпе çичĕ çăлтăр Пурри çапла калать, те: „Санăн ĕçÿсене пĕлетĕп. Ĕненекен ушкăн ятлă пулин те, санăн чиркĕвÿ чĕрĕ мар, вилĕ.

(2) Сыхă пул, пĕтес патне çитнине те пулин упраса хăвар. Санăн ĕçÿсем Туррăм умĕнче тивĕçсĕррине Эпĕ куратăп.

(3) Эппин хăвна мĕн вĕрентнине, мĕн каланине аса ил те, çавсене пăхăнса, ÿкĕн. Эсĕ сыхă тăмасассăн, Эпĕ сан патна, вăрă пек, кĕтмен вăхăтра пырăп, хăш самантра пырасса эсĕ сисеймĕн те.

(4) Çапах та санăн патăнта, Сардисра, хăйсен таса тумне вараламан темиçе çын пур. Вĕсем Манпа пĕрле шурă тумтирпе çÿреме тивĕç пулĕç.

(5) Çĕнтерекен шурă тумтир тăхăнĕ. Эпĕ унăн ятне пурăнăç кĕнекинчен чĕрсе пăрахмăп, çав ят çинчен Аттемпе Унăн ангелĕсене каласа пĕлтерĕп.

(6) Сывлăш чиркÿсене мĕн каланине илтме хăлха пурри илттĕр“».

Филадельфири чиркĕве янă çыру

(7) «Филадельфи чиркĕвĕн ангелне те çырса яр: Давид патша çăраççийĕ Унра, Вăл уçнине никам та хупаймĕ, Вăл хупнине никам та уçаймĕ. Çавă – Сăвапли, Чăнни – çапла калать, те:

(8) „Эпĕ санăн ĕçÿсене пĕлетĕп. Акă, Эпĕ санăн умăнти алăка уçрăм, ăна никам та хупаймĕ. Çирĕп вăй-халлă мар пулин те, эсĕ Манăн сăмахăма упраса хăварайрăн, Ман ятăмран тунмарăн.

(9) Акă ĕнтĕ, Эпĕ хайхи шуйттан пухăвĕнчи çынсене, чунĕпе иудей мар çинчех хăйсене иудей текен суеçĕсене, санăн уру умне ÿксе пуççапмалла тăвăп. Вара вĕсем Эпĕ сана юратнине пĕлĕç.

(10) Çĕр çинчи çынсене илĕртсе улталамашкăн пĕтĕм тĕнчене йывăр тĕрĕслев пулĕ. Эпĕ сана чăтăмлă пулма хушнине эсĕ упраса хăвартăн, çавăнпа йывăр тĕрĕслев вăхăтĕнче Эпĕ те сана упраса хăварăп.

(11) Акă, Эпĕ часах пырăп. Çĕнтерекенĕн пуç кăшăлне хывса ан илччĕр тесен, эсĕ мĕн пуррине çирĕп тытса пыр.

(12) Çĕнтерекене Эпĕ Туррăмăн Çуртĕнче тĕреклĕх юпи тăвăп, вăл Турă Çуртĕнчех юлĕ. Ун çине Эпĕ Туррăм ятне, çÿл тÿперен, Туррăм патĕнчен анакан Туррăм хулин – çĕнĕ Иерусалимăн – ятне тата Хамăн çĕнĕ ятăма çырса хурăп.

(13) Сывлăш чиркÿсене мĕн каланине илтме хăлха пурри илттĕр“».

Лаодикири чиркĕве янă çыру

(14) «Лаодики чиркĕвĕн ангелне те çырса яр: шанчăклă та чăн çирĕплетсе калакан Аминь, Турă пултарнин пуçламăшĕ, çапла калать, те:

(15) „Санăн ĕçÿсене пĕлетĕп. Эсĕ сивĕ те мар, вĕри те мар. Ах, эсĕ сивĕ е вĕри пулинччĕ!

(16) Анчах та эсĕ сивĕ те мар, вĕри те мар, лĕп пулнăран Эпĕ сана Хамăн чĕлхе-çăварăмран кăларса пăрахăп.

(17) „Çитменни ман нимĕн те çук, эпĕ пуйрăм, эпĕ пуян,“– тетĕн эсĕ. Ху вара телейсĕр те мĕскĕн, кĕлмĕç, суккăр, çаппа-çарамас пулнине те пĕлместĕн.

(18) Эпĕ сана акă мĕнле канаш паратăп: пуяс тетĕн пулсан Манран вутпа тасалнă ылтăн туян. Хăвăн намăсна, çарамаслăхна пытармашкăн вара Манран шурă тумтир туянса тăхăн. Куçна вара, куракан пултăр тесе, куç эмелĕ сĕр.

(19) Эпĕ кама юрататăп, çавна питлетĕп, айăплатăп. Çавăнпа чунна çунтар, ÿкĕн.

(20) Акă, Эпĕ алăк умĕнче шаккаса тăратăп. Кам Манăн сассăма илтсе алăкне уçĕ, Эпĕ ун патне кĕрĕп те унпа пĕрле тăванлăх апачĕ çийĕп, Манпа пĕрле вăл та çийĕ.

(21) Çĕнтерекене Эпĕ Хампа пĕрле престолăм çине ларма ирĕк парăп. Эпĕ Хам та, çавнашкалах çĕнтерсе, Аттемпе пĕрле Унăн престолĕ çине лартăм.

(22) Сывлăш чиркÿсене мĕн каланине илтме хăлха пурри илттĕр“».

Малашнехине 4

Иоана тÿпери курăнни

(1) Унтан эпĕ пăхрăм та, акă, тÿпенелле уçăлнă алăк куртăм. Вара хампа маларах калаçнă труба сасси пек сасă каллех манпа калаçа пуçларĕ. «Кунта хăпар, эпĕ сана малашне мĕн пулассине кăтартăп», – терĕ вăл.

(2) Çав самантрах Святой Сывлăш витĕмĕпе курăну пулчĕ. Акă, тÿпери престол курăнчĕ, престол çинче вара Лараканĕ пур.

(3) Лараканĕ ясписпа сардис текен хаклă йышши чулсем евĕр йăлтăртатать, престол тавра изумруд пек асамат кĕперĕ.

(4) Престол йĕри-тавра тата тепĕр çирĕм тăватă престол, вĕсем çинче çирĕм тăватă ватă ларать. Хăйсем шап-шурă тумтир тăхăннă, пуçĕсем çинче – ылтăн пуç кăшăлĕсем.

(5) Престолран çиçĕм çиçсе тухать, аслати сасси, кĕрлев илтĕнсе тăрать. Престол умĕнче вутлăн çунакан çичĕ çутаткăç – Туррăн çичĕ сывлăшĕ.

(6) Престол умĕнче вара витĕр курăнакан пăр пек кĕленче тинĕс. Тата престол умĕнче те, йĕри-тавра та тăватă чĕр чун, куçĕсем хăйсен малта та, кайра та темĕн чухлĕ.

(7) Пĕр чĕр чунĕ арăслан евĕрлĕ, тепри вăкăр евĕрлĕ, виççĕмĕшĕ этем сăнлĕ, тăваттăмĕшĕ вĕçекен ăмăрт кайăк евĕрлĕ.

(8) Тăватă чĕр чунĕн те кĕлетки тавра ултшар çунат, çунат айĕсем куçлă-куçлă. Тăватă чĕр чунĕ те кунĕн-çĕрĕн татти-сыпписĕр çапла кăшкăрса хыттăн мухтаççĕ: «Пурне те тытса тăракан Хуçа Турă, Пулни, Пурри, Пуласси – Святой, Святой, Святой!»

(9) Çав чĕр чунсем престол çинче Ларакана, ĕмĕр-ĕмĕрех Пурăнакана мухтанă, чысланă, тав тунă чухне

(10) çирĕм тăватă ватă хайхи Ларакан умне, ĕмĕр-ĕмĕрех Пурăнакан умне ÿке-ÿке пуççапаççĕ. Вĕсем хăйсен пуç кăшăлĕсене престол умне хурса çапла калаççĕ:

(11) «Хуçа Туррăмăр, Эсĕ мухтав та, чыс та, вăй-хăват та илме тивĕçлĕ, мĕншĕн тесен пурне те Эсĕ пултарнă, пурте Санăн ирĕкÿпе пурăнать, пурте Санăн ирĕкÿпе пулнă».

Малашнехине 5

Çыру тĕркемĕ тата Путек

(1) Унтан эпĕ престол çинче Лараканăн сылтăм аллинчи çыру тĕркемне – кĕнекене – асăрхарăм. Тĕркемĕн икĕ енне те çырнăччĕ, ăна çичĕ сăркăч пичетпе пичетленĕччĕ.

(2) Вара эпĕ хăватлă ангела куртăм, вăл хыттăн çапла каларĕ: «Пичет сăркăчне хăйпăтса çак кĕнекене уçма тивĕçли кам пур?»

(3) Анчах та кĕнекене уçма тата пăхма пултаракан тÿпере те, çĕр çинче те, çĕр айĕнче те тупăнмарĕ.

(4) Эпĕ çак кĕнекене уçса вулама, ун ăшне пăхма та пулин тивĕçли никам та тупăнманшăн чылай йĕтĕм.

(5) Вара ватăсенчен пĕри мана çапла каларĕ: «Ан йĕр. Акă Иуда йăхĕнчен тухнă арăслан, Давид тăхăмĕ çĕнтерчĕ. Вăл çичĕ пичет сăркăчне хăйпăтса кĕнекене уçма пултарать».

(6) Эпĕ пăхрăм та, акă, престол умĕнче, тăватă чĕр чунпа ватăсем хушшинче пусса Турра кÿнĕ путек пек Путек тăнине куртăм. Вăл çичĕ мăйракаллă та çичĕ куçлă, ку – Туррăн пĕтĕм çĕр çине янă çичĕ сывлăшĕ.

(7) Хайхи Путек престол çинче Ларакан патне пычĕ те Унăн сылтăм аллинчи кĕнекене илчĕ.

(8) Вăл çав кĕнекене илсенех çирĕм тăватă ватă хайхи Путек умне ÿксе пуççапрĕç. Вĕсенчен кашнин аллинчех кĕсле тата ырă шăршăллă фимиам тултарнă ылтăн савăтчĕ; ку вăл – сăваплă çынсен кĕлли.

(9) Хăйсем çапла каласа çĕнĕ юрă юрлаççĕ: «Кĕнекене илсе пичете хăйпăтма Эсĕ тивĕçлĕ, мĕншĕн тесен Сана пусса Турра кÿчĕç. Эсĕ пире, тĕрлĕ йăх-ру, тĕрлĕ чĕлхеллĕ тĕрлĕ халăх çыннисене, Турă валли Хăвăн Юнупа тÿлесе илтĕн.

(10) Эсĕ пире Туррăмăрăн патшалла священникĕсем турăн, ĕнтĕ çĕр çинче эпир хуçаланăпăр!»

(11) Унтан пăхрăм та престол тавра пухăннă чĕр чунсене, ватăсене тата йышлă ангелсене куртăм, вĕсен сассине илтрĕм. Ангелсен шучĕ вуншар пинччĕ, пин-пинччĕ.

(12) Вĕсем вăйлă саслăн çапла калаççĕ: «Пусса Турра кÿнĕ Путек вăй-хăватпа пуянлăх, ăслăлăхпа çирĕплĕх, чыс та, мухтав та, пиллĕх те илме тивĕçлĕ!»

(13) Унтан эпĕ тÿпери тата çĕр çинчи, çĕр айĕнчи тата тинĕсри мĕн пур чĕрĕ чун çапла каланине илтрĕм: «Престол çинче Ларакана тата Путеке ĕмĕр-ĕмĕрех пиллĕх те, чыс та, мухтав та, вăй-хăват та пултăр!»

(14) «Аминь!» – терĕç тăватă чĕр чун. Вара çирĕм тăватă ватă ĕмĕр-ĕмĕр Пурăнакана ÿксе пуççапрĕç.

Малашнехине 6

Пичетсене илни

(1) Унтан эпĕ Путек çичĕ пичетрен пĕрремĕшне хăйпăтса илнине куртăм. Вара тăватă чĕр чунран пĕри аслати сассиллĕн: «Килсе кур!» – тенине илтрĕм.

(2) Çавăнтах пăхрăм та, акă, хам умра шурă ут куртăм. Юланутçи аллине ухă тата хăйне панă пуç кăшăлĕ тытнă. Хăй çĕнтермешкĕн тухнă çĕнтерÿçĕ пек пырать.

(3) Путек иккĕмĕш пичете хăйпăтса илчĕ те, иккĕмĕш чĕр чунĕ: «Килсе кур!» – тенине илтрĕм.

(4) Вара тепĕр ут, çÿрен-хĕрлĕскер, тухрĕ. Юланутçине, çынсем пĕр-пĕрне вĕлерччĕр тесе, çĕр çинчи канăçлăха илме ирĕк тата пысăк хĕç панă.

(5) Путек виççĕмĕш пичете хăйпăтса илсен, виççĕмĕш чĕр чунĕ: «Килсе кур!» – тенине илтрĕм. Вара пăхрăм та хура ут куртăм. Юланутçи аллине тараса тытнă.

(6) Унтан эпĕ тăватă чĕр чун енчен килекен сасса илтрĕм. «Пĕр йĕкĕр ывăç тулă пĕр динарий тăрать, виçĕ йĕкĕр ывăç урпа та пĕр динарий тăрать. Йывăç çăвĕпе хĕрлĕ эрехе вара ан тĕкĕн!» – терĕ çав сасă.

(7) Путек тăваттăмĕш пичете хăйпăтса илсен, тăваттăмĕш чĕр чунĕ: «Килсе кур!» – тенине илтрĕм.

(8) Вара пăхрăм та шупка-турă ут куртăм. Юланутçи Вилĕм ятлă, ун хыççăн çÿрекенĕ – Тамăк. Çав юланутçăна çĕрĕн тăваттăмĕш пайне хĕçпе, выçлăхпа, вĕлерекен чир-чĕрпе, çĕр çинчи тискер кайăксемпе пĕтерме ирĕк панă.

(9) Путек пиллĕкмĕш пичете хăйпăтса илсен, эпĕ парне вырăнĕ айĕнче Турă сăмахĕшĕн, Христос çинчен çирĕплетсе пĕлтернĕшĕн вĕлернисен чунĕсене куртăм.

(10) Вĕсем хыттăн: «Святой тата Чăн Патшамăр! Мĕншĕн Эсĕ çак тарана çитсе те çĕр çинчи çынсене пирĕн юншăн суд туса тавăрмастăн? Тата хăçанччен кĕтмелле?» – тесе ÿпкелешрĕç.

(11) Унтан вĕсене пурне те шурă тумтир пачĕç, хăйсем пекех вилес юлташĕсен, ĕненекен тăванĕсен шучĕ тулса çитессе тата тепĕртак, лăпкăн кĕтме хушрĕç.

(12) Путек улттăмĕш пичете хăйпăтса илсен, çакна куртăм: питĕ вăйлăн çĕр чĕтренчĕ, хĕвел хуйхă тумтирĕ пек хуралчĕ, уйăх юнланнă пек хĕрелчĕ.

(13) Смоква йывăççин пиçсе çитмен çимĕçĕсем вăйлă çилпе çĕр çине тăкăннă пекех тÿпери çăлтăрсем çĕр çине тăкăнчĕç.

(14) Тĕрке пек чĕркенсе, тÿпе çухалчĕ, тусемпе утравсем пурте хăйсен вырăнĕнчен тапранса куçрĕç.

(15) Çĕр çинчи патшасем те, улпутсем те, пуянсем те, çар пуçĕсем те, хуçасем те, ытти мĕн пур чурасемпе ирĕклисем те ту хăвăлĕсемпе хушăкĕсене пытанса пĕтрĕç.

(16) «Пирĕн çине ÿкĕр, – терĕç вĕсем тусемпе чулсене, – пире престол çинче Лараканăн сăнĕнчен тата Путек çиллинчен пытарса хăварăр!

(17) Унăн çиллин аслă кунĕ çитрĕ! Çак çилле кам тÿссе ирттерме пултарĕ?»

Малашнехине 7

Пичет лартса палăртни

(1) Çакăн хыççăн эпĕ тăватă ангела куртăм. Вĕсем, çĕр çине те, тинĕс çине те, нимĕнле йывăç çине те çил ан вĕртĕр тесе, çĕрĕн тăватă кĕтессинче çĕр çинчи тăватă çиле чарса тăраççĕ.

(2) Унтан эпĕ хĕвел тухăç енчен Чĕрĕ Туррăн пичетне тытнă тепĕр ангел тухса хăпарнине куртăм. Çĕрпе тинĕсе сăтăр тума ирĕк панă тăватă ангела вăл вăйлă саслăн çапла каларĕ:

(3) «Хамăр Туррăмăрăн чурисен çамкисем çине пичет лартса палăртса тухиччен çĕре те, тинĕсе те, йывăçсене те сăтăр ан тăвăр!»

(4) Вара эпĕ пичетпе палăртнисен хисепне илтрĕм: Израилĕн мĕн пур йăхĕсенчен пичетпе палăртнисем пурĕ çĕр хĕрĕх тăватă пинччĕ.

(5) Иуда йăхĕнчен вун икĕ пин çынна пичетпе палăртнă; Рувим йăхĕнчен – вун икĕ пин; Гад йăхĕнчен – вун икĕ пин;

(6) Асир йăхĕнчен – вун икĕ пин; Неффалим йăхĕнчен – вун икĕ пин; Манассия йăхĕнчен – вун икĕ пин;

(7) Симеон йăхĕнчен – вун икĕ пин; Левий йăхĕнчен – вун икĕ пин; Иссахар йăхĕнчен – вун икĕ пин;

(8) Завулон йăхĕнчен – вун икĕ пин; Иосиф йăхĕнчен – вун икĕ пин; Вениамин йăхĕнчен – вун икĕ пин.

(9) Вара эпĕ пăхрăм та, акă, никам шутласа кăларайми йышлă халăх куртăм. Унта тĕрлĕ йăх-ру, тĕрлĕ чĕлхеллĕ тĕрлĕ халăх çыннисем. Вĕсем престол умĕнче, Путек умĕнче тăраççĕ. Хăйсем шурă тумтир тумланнă, аллисене пальма турачĕсем тытнă.

(10) Вĕсем вăйлă саслăн: «Çлăнăç престол çинче ларакан Туррăмăрпа Путекре!» – теççĕ.

(11) Престол тавра, ватăсемпе тăватă чĕр чун тавра, мĕн пур ангелсем тăратчĕç. Вĕсем пурте престол умне ÿпне ÿксе Турра пуççапрĕç.

(12) «Аминь! Туррăмăра ĕмĕр-ĕмĕрех пиллĕхпе мухтав, ăслăлăхпа тав, чыс та, вăй-хăват та, тĕреклĕх те пултăр! Аминь», – терĕç вĕсем.

(13) Ватăсенчен пĕри калаçа пуçларĕ. «Çак шурă тумтирлисем камсем тата ăçтан килнине пĕлетĕн-и?» – тесе ыйтрĕ вăл манран.

(14) «Ырă çыннăм! Ăна эсĕ хăвах пĕлетĕн», – терĕм эпĕ. Вара вăл мана çапла каларĕ: «Ку çынсем – тĕрĕслев асапĕ витĕр тухнисем. Вĕсем хăйсен тумтирне Путек Юнĕпе çуса тасатнă, шуратнă.

(15) Çавăнпа вĕсем Турă престолĕ умĕнче тăраççĕ, Турă Çуртĕнче Уншăн кунĕн-çĕрĕн тăрăшаççĕ. Престол çинче Ларакан вара вĕсемпе пĕрле пурăнĕ.

(16) Вĕсен ĕнтĕ текех нихăçан та хырăмĕ выçмĕ, ăшĕ те хыпмĕ. Вĕсене нимĕнле хĕвел те, шăрăх та пĕçертмĕ.

(17) Мĕншĕн тесен престол умĕнчи Путек вĕсен кĕтÿçи пулĕ, вĕсене чĕрĕлĕх шывĕпе тапса тăракан çăлкуçсем патне ертсе кайĕ. Турă вĕсен куçĕнчи кирек епле куççульне те шăлса ярĕ».

Малашнехине 8

Çиччĕмĕш пичет тата ылтăн тĕтĕркĕч

(1) Путек çиччĕмĕш пичете хăйпăтса илсессĕн, тÿпе шăплăха путрĕ, çапла çур сехете яхăн тăчĕ.

(2) Вара эпĕ Турă умĕнче тăракан çичĕ трубаллă çичĕ ангела куртăм.

(3) Унтан ылтăн тĕтĕркĕч тытнă тепĕр ангел парне вырăнĕ умне пырса тăчĕ. Ăна престол умĕнчи ылтăн парне вырăнĕ çине хумашкăн пит нумай фимиам тата мĕн пур сăваплă çынсен кĕллисене панăччĕ.

(4) Ангел аллинчи фимиамран тухакан тĕтĕм, сăваплисенĕн кĕллипе пĕрле, Турă патне çĕкленетчĕ.

(5) Унтан ангел парне вырăнĕ çинчи вута тĕтĕркĕч ăшне тултарчĕ те ăна çĕр çине тăкрĕ. Çав самантрах çĕр çинче аслати сасси кĕрлесе кайрĕ, çиçĕм ялтăртатрĕ, çĕр чĕтренме тытăнчĕ.

Çичĕ трубаллă çичĕ ангел

(6) Вара çичĕ трубаллă çичĕ ангел трубисене кăшкăртма хатĕрленчĕç.

(7) Пĕрремĕш ангелĕ трубине кăшкăртрĕ те, çĕр çине юнпа хутăш вутлă пăр çума пуçларĕ. Вара çĕр çинчи йывăçсен виççĕмĕш пайĕ тата пĕтĕм ешĕл курăк çунса кайрĕ.

(8) Иккĕмĕш ангелĕ трубине кăшкăртрĕ те, темскер, вут-хĕм сирпĕтекен пысăк ту пекскер, тинĕсе ÿкрĕ. Вара тинĕсĕн виççĕмĕш пайĕ юн пулса тăчĕ,

(9) тинĕсри чĕрĕ чунсен виççĕмĕш пайĕ вилсе пĕтрĕ, тинĕс çинчи карапсен те виççĕмĕш пайĕ пĕтрĕ.

(10) Виççĕмĕш ангелĕ трубине кăшкăртрĕ те, çутаткăç пек çунса, тÿперен пысăк çăлтăр ÿкрĕ. Вăл юхан шывсемпе çăлкуçсен виççĕмĕш пайĕ çине ÿкрĕ.

(11) Çав çăлтăр Армути ятлăччĕ. Вара çĕр çинчи юхан шывсен виççĕмĕш пайĕ армути тутиллĕ пулса тăчĕ. Вăл йÿçек шыва пула нумай-нумай çын вилсе пĕтрĕ.

(12) Тăваттăмĕш ангелĕ трубине кăшкăртрĕ те, хĕвелĕн виççĕмĕш пайĕ, уйăхăн виççĕмĕш пайĕ тата çăлтăрсен виççĕмĕш пайĕ сÿнчĕ, тĕттĕмленсе ларчĕ. Çавна пула кунăн виççĕмĕш пайĕ, çĕрĕн виççĕмĕш пайĕ пекех, çутăсăр тăрса юлчĕ.

(13) Унтан эпĕ пăхрăм та çÿл тÿпере вĕçсе пыракан ангела куртăм. Вăл вăйлă саслăн: «Юлашки виçĕ ангел кăшкăртма хатĕрленеççĕ, вĕсен трубисен сассисене илтсессĕн çĕр çинче пурăнакансене хуйхă пулĕ, хуйхă, хуйхă!» – терĕ.

Малашнехине 9

(1) Пиллĕкмĕш ангелĕ трубине кăшкăртрĕ те, эпĕ тÿперен çĕр çине çăлтăр ÿкнине куртăм. Çăлтăрне тĕпсĕрлĕхе уçмалли çăраççи панăччĕ.

(2) Вăл вара тĕпсĕрлĕх шăтăкне уçрĕ те, унтан, пысăк кăмака анинчен тухнă евĕр, тĕтĕм палкаса тухрĕ. Тĕпсĕрлĕхрен йăсăрланакан тĕтĕмпе вара хĕвел те, сывлăш та тĕттĕмленчĕ.

(3) Тĕтĕм ăшĕнчен хĕрлĕ шăрчăксем йăтăнса тухрĕç, вĕсене çĕр çинчи скорпионăнни пек вăй-хăват панăччĕ.

(4) Анчах та хĕрлĕ шăрчăксене çĕр çинчи ешĕл йывăç-курăка сăтăр тума чарнă, çамкисем çине Турă пичечĕ лартса палăртман çынсене çеç сăтăр тума каланă.

(5) Хĕрлĕ шăрчăксене çав çынсене вĕлерме хушман, вĕсен çынсене пилĕк уйăха яхăн асап кăтартмалла пулнă. Скорпион сăхнипе çын епле асапланать, хĕрлĕ шăрчăксем те çавнашкалах асаплантармалла.

(6) Ун чухне çынсем вилĕм шырĕç, анчах ăна тупаймĕç; вилесшĕн пулĕç, анчах вилĕм вĕсенчен тарĕ.

(7) Хĕрлĕ шăрчăксем çапăçăва хатĕр çар лашисем евĕрлĕччĕ. Вĕсен пуçĕ çинче ылтăн пуç кăшăлĕ пеккиччĕ, сăнĕпе вара вĕсем этем евĕрлĕрехчĕ.

(8) Çăмĕсем вĕсен хĕрарăм çÿçĕ пек, шăлĕсем арăслан шăлĕ пек.

(9) Çийĕсенче вĕсен çар тумтирĕ пек тимĕр тумтир, çуначĕсен шавĕ вара çапăçăва ыткăнакан йышлă лашасен тата çар ураписен шавĕ-кĕмсĕртетĕвĕ евĕр.

(10) Хĕрлĕ шăрчăксен хÿри вĕçĕнче скорпион сăнни пек сăнă, çынсене сăтăр тумашкăн вĕсене пилĕк уйăха яхăн ирĕк панă.

(11) Хĕрлĕ шăрчăксен патши – тĕпсĕрлĕх ангелĕ, еврейла ăна Аваддон теççĕ, грекла – Аполлион.

(12) Пĕр хуйхă иртрĕ, акă, ун хыçĕнчен тепĕр икĕ хуйхă килет.

(13) Улттăмĕш ангелĕ трубине кăшкăртрĕ те, вара эпĕ сасă илтрĕм. Çав сасă Турă умĕнчи ылтăн парне вырăнĕн тăватă мăйракинчен пĕр харăс тухать.

(14) «Ефрат ятлă аслă юхан шыв хĕрринчи сăнчăрланă тăватă ангела ирĕке яр», – терĕ çав сасă трубаллă улттăмĕш ангела.

(15) Вара хайхи тăватă ангела ирĕке ячĕç. Вĕсене çĕр çинчи çынсен виççĕмĕш пайне вĕлермешкĕн çак сехет, çак кун, çак уйăх, çак çул валли хатĕр тăратнă пулнă.

(16) Эпĕ утлă çарăн хисепне илтрĕм: унăн йышĕ ик çĕр хут пин-пинччĕ.

(17) Мана курăнура лашасемпе юланутçăсем акă еплерех курăнчĕç. Вĕсем çинче вут пек хĕрлĕ, гиацинт пек кăвак, кÿкĕрт пек сарă çар тумтирĕ. Лашисен пуçĕсем арăслан пуçĕ пек, çăварĕсенчен вутпа тĕтĕм тата кÿкĕрт чашласа тухать.

(18) Вĕсен çăварĕсенчен тухакан çак виçĕ инкекпе – вутпа, тĕтĕмпе тата кÿкĕртпе – çынсен виççĕмĕш пайĕ вилсе пĕтрĕ.

(19) Лашисен вăй-хăвачĕ çăварĕсемпе хÿрисенчеччĕ, хÿрисем вара çĕленсем пекчĕ. Вĕсем çав çĕлен пуçлă хÿрисемпе сăха-сăха çынсене пĕтеретчĕç.

(20) Çак виçĕ инкекпе вилмесĕр юлнисем хăйсен ĕçĕсемшĕн ÿкĕнмерĕç. Вĕсем усал сывлăшсене тата ылтăн, кĕмĕл, пăхăр, чул, йывăç кĕлеткесене – курма та, илтме те, çÿреме те пултарайманскерсене – пурпĕрех пуççапма пăрахас темерĕç.

(21) Хăйсем çын вĕлернĕшĕн те, тухатнăшăн та, аскăнланнăшăн та, вăрланăшăн та пурпĕрех ÿкĕнмерĕç.

Малашнехине 10

Çыру тĕркемĕ тытнă ангел

(1) Унтан эпĕ тÿперен анакан тепĕр хăватлă ангела куртăм. Вăл пĕлĕтпе чĕркеннĕччĕ, пуçĕ çинче асамат кĕперĕ тăратчĕ. Хăйĕн пичĕ хĕвел пек çиçетчĕ, урисем вут юпа евĕрлĕччĕ.

(2) Аллинче унăн пысăках мар, уçă çыру тĕркемĕччĕ. Сылтăм урипе вăл тинĕс çине пусрĕ, сулахаййипе – çĕр çине,

(3) унтан арăслан сасси пек вăйлă саслăн кăшкăрса ячĕ. Ун сассине хирĕç çичĕ аслати сасă пачĕ.

(4) Çичĕ аслати сасă парсассăн эпĕ çырма хатĕрлентĕм, анчах та тÿперен: «Çичĕ аслати мĕн каланине çырса ан хур, никама та ан пĕлтер», – тени илтĕнчĕ.

(5) Унтан эпĕ çакна куртăм: хайхи хăрах урипе тинĕс çине пуснă, хăраххипе çĕр çине пуснă ангел аллине тÿпенелле çĕклерĕ.

(6) Вара вăл ĕмĕр-ĕмĕрех Пурăнакан ячĕпе, тÿпепе тÿперине, çĕрпе çĕр çинчине, тинĕспе тинĕсрине йăлтах Пултаракан ячĕпе тупа туса: «Ĕнтĕ урăх вăхăт юлмарĕ, – терĕ.

(7) – Çиччĕмĕш ангел трубине кăшкăртма хатĕрленсен, кăшкăртса ярсан, Туррăн вăрттăнлăхĕ пулса çитĕ. Ун çинчен Вăл Хăйĕн чурисене, пророксене, малтанах пĕлтернĕ».

(8) Вара маларах мана тÿперен илтĕннĕ сасă каллех манпа калаçа пуçларĕ: «Кай та хăрах урипе тинĕс çинче, хăраххипе çĕр çинче тăракан ангел аллинчи уçă çыру тĕркемне ил», – терĕ.

(9) Эпĕ ангел патне пытăм та: «Çыру тĕркемне мана парсамччĕ», – терĕм. «Илех, çисе яр ăна, – тавăрчĕ вăл. – Ăна çисен, туту-çăварунта пыл тути калĕ, анчах та ăш-чиккÿне йÿçек касĕ».

(10) Эпĕ ангел аллинчи çыру тĕркемне илтĕм те ăна çисе ятăм. Çинĕ чухне тута-çăварăмра пыл тути каларĕ, анчах та ăш-чикĕме йÿçек касса кайрĕ.

(11) «Санăн тĕрлĕ чĕлхеллĕ халăхсемпе ăрусем çинчен, патшасем çинчен пророкла каласа татах пĕлтермелле пулĕ», – терĕ вара мана ангел.

Малашнехине 11

Икĕ пророк

(1) Мана виçе карчĕсем картнă патак евĕрлĕ туя пачĕç. Унтан çапла каларĕç: «Тăр та Турă Çурчĕпе парне вырăнне виçсе тух, унта пуççапакансем миçен пулнине те шутла.

(2) Турă Çурчĕн тулаш картишне вара шута ан ил, мĕншĕн тесен вăл чăн Турра пĕлмен халăхсем валли. Вĕсем сăваплă хулара хĕрĕх икĕ уйăх хушши хуçаланĕç.

(3) Эпĕ Хамăн икĕ пророкăма хăват парăп. Вĕсем, ÿкĕнÿ тумтирĕ тăхăнса, пин те ик çĕр утмăл кун хушши пророкла каласа вĕрентĕç».

(4) Çав пророксем – çĕре тытса тăракан Турă умĕнчи икĕ çу йывăççи, икĕ çутаткăç.

(5) Кам та пулин пророксене сăтăр тăвас тесен, вĕсен çăварĕнчен вут-çулăм тухĕ те тăшманĕсене кĕллентерĕ. Пророксене сăтăр тăвас текенсем вилĕме тивĕçлĕ.

(6) Хăйсем пророкла калаçнă чухне, çĕр çине çăвакан çумăра чармашкăн, вĕсем тÿпене хупма та пултараççĕ. Кмăлĕсем пулсан, вĕсем юхан шывсене юн тума, çĕр çине тем тĕрлĕ чир-чĕр яма та пултараççĕ. Вĕсене çавнашкал ирĕк панă.

(7) Вĕсем хăйсен пророкла сăмахне вĕçлесен, тĕпсĕрлĕхрен тискер кайăк тухĕ те, вĕсемпе çапăçса, çĕнтерĕ; вĕсене вĕлерĕ.

(8) Вара вĕсен виллисем аслă хула урамĕнче выртĕç. Вăл хулана ытарлăн Содом теççĕ, Египет теççĕ; Хуçамăра çавăнта пăталанă.

(9) Тĕрлĕ чĕлхеллĕ мĕн пур халăх, йăх-ру çыннисем виçĕ кун çурă хушши вилесене курма çÿрĕç, вĕсен ÿчĕсене тупăклăха хуртармĕç.

(10) Çав пророксем пурăнни çынсемшĕн асап пек пулнă. Çавăнпа çĕр çинче пурăнакансем вĕсем вилнишĕн савăнĕç, пĕр-пĕрне парнесем парĕç.

(11) Анчах та виçĕ кун çурăран Турă пророксем ăшне Хăйĕн чĕрĕлĕх сывлăшне кĕртрĕ, вара вĕсем урисем çине тăчĕç. Çакна куракансем хăраса-чĕтресе ÿкрĕç.

(12) Унтан икĕ пророкĕ те тÿперен хăватлă сасă илтрĕç. «Кунта хăпарăр!» – терĕ вĕсене сасă. Вара тăшманĕсен куçĕ умĕнчех вĕсем, пĕлĕт çине ларса, тÿпене çĕкленчĕç.

(13) Çав самантрах вăйлăн çĕр чĕтренчĕ те, хулан вуннăмĕш пайĕ ишĕлсе анчĕ. Çĕр чĕтреннипе çичĕ пин çын вилчĕ. Ыттисем вара, вилесле хăраса ÿксе, Çÿлти Турра мухтарĕç.

(14) Иккĕмĕш хуйхă иртрĕ. Анчах та, акă, виççĕмĕш хуйхă çитет.

Çиччĕмĕш труба

(15) Çиччĕмĕш ангелĕ трубине кăшкăртсан, тÿпере вăйлă сасăсем янăраса кайрĕç. «Çĕр çинчи патшалăх Хуçа Туррăмăрпа Унăн Христосĕн патшалăхĕ пулса тăчĕ! Вăл ĕмĕр-ĕмĕрех Патша пулĕ!» – терĕç сасăсем.

(16) Вара Турă умĕнчи хăйсен престолĕсем çинче ларакан çирĕм тăватă ватă ÿпне ÿксе Турра пуççапрĕç.

(17) Вĕсем çапла каласа кĕлтурĕç: «Эй, Хуçамăр, Пурне те тытса тăракан Турăçăм, Эсĕ пур, пулнă, пулăн! Эпир Сана хăватлă вăй илсе Патшана ларнăшăн тав тăватпăр.

(18) Чăн Турра пĕлмен халăхсем урсах кайнăччĕ, халĕ ĕнтĕ Санăн çиллÿ çитрĕ. Вилнисене суд тума, Хăвăн чурусене, пророксене тата сăваплисене, Хăвăн ятунтан хăракансене – аслисемпе кĕçĕннисене те – хăйсем тивĕçнине тавăрса пама вăхăт çитрĕ. Çĕре пĕтерекенсене пĕтерме вăхăт çитрĕ!»

(19) Унтан тÿпери Турă Çурчĕ уçăлчĕ те, Турă Çуртĕнчи Унăн халалĕн арчи курăнса кайрĕ. Вара çиçĕм ялтăртатрĕ, аслати сасси кĕрлерĕ, çĕр чĕтренчĕ тата шултра пăр çурĕ.

Малашнехине 12

Хĕрарăмпа аçтаха

(1) Унтан тÿпере тĕлĕнмелле паллă – хĕвел тумтирлĕ хĕрарăм – курăнчĕ. Унăн ури айĕнче уйăх, пуçĕ çинче вун икĕ çăлтăртан тунă пуç кăшăлĕ.

(2) Çав хĕрарăм, ача çуратма вăхăчĕ çитнĕскер, тертленсе кăшкăрать.

(3) Унтан тÿпере тепĕр паллă курăнчĕ: çичĕ пуçлă, вунă мăйракаллă, çичĕ пуç кăшăллĕ пысăк та хĕрлĕ аçтаха.

(4) Вăл хÿрипеле сулчĕ те тÿпери çăлтăрсен виççĕмĕш пайне çĕр çине шăлса тăкрĕ. Хĕрарăм çуратсассăнах унăн ачине çисе ярасшăн пулса, аçтаха хĕрарăм умне тăчĕ.

(5) Хĕрарăм ывăл ача çуратрĕ. Çав ывăлăн мĕн пур халăхсене тимĕр туяпа пăхмалла пулĕ. Çавăнпа та ывăл ачана Турă патне, Унăн престолĕ патне илчĕç.

(6) Вара хĕрарăм пуш хире тарчĕ. Унта Турă ун валли вырăн хатĕрлесе хунă, çавăнта хĕрарăма пин те ик çĕр утмăл кун хушши пăхса усрамалла пулнă.

(7) Унтан тÿпере вăрçă пуçланса кайрĕ. Михаилпа унăн ангелĕсем аçтахапа çапăçрĕç. Аçтахапа унăн ангелĕсем те ăна хирĕç вăрçма тухрĕç.

(8) Анчах та вĕсем, çĕнтереймен пирки, тÿпери хăйсен вырăнне çухатрĕç.

(9) Çапла вара пысăк аçтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи çĕлене, пĕтĕм çут тĕнчене илĕртсе улталаканскере, çĕр çине çапса антарчĕç. Хăйĕнпе пĕрле тата унăн ангелĕсене те çĕре ÿкерчĕç.

(10) Унтан эпĕ тÿперен çапла калакан вăйлă сасă илтрĕм: «Ĕнтĕ Туррăмăрăн çăлас вăхăчĕ, хăвачĕ, патшалăхĕ çитрĕ; ĕнтĕ Унăн Христосĕн влаçĕ çитрĕ. Мĕншĕн тесен ĕненекен тăванăмăрсем çинчен Туррăмăра кунĕн-çĕрĕн элек паракан элекçĕне çапса антарчĕç.

(11) Вĕсем ăна Путек Юнĕпе тата хăйсем каласа пĕлтернĕ сăмахпа çĕнтерчĕç, вилĕмрен хăрамасăр пурăнăçне шеллемерĕç.

(12) Эй, çÿлти тÿпе! Эй, çÿлте пурăнакансем! Халĕ ĕнтĕ савăнмаллипе савăнăр! Анчах та сире, çĕрпе тинĕс çинче пурăнакансене, хуйхă пулĕ, мĕншĕн тесен сирĕн патăра шуйттан анчĕ! Хăйĕн вăхăчĕ сахал пулнине пĕлнĕрен вăл хаярлăхпа тулса çитрĕ!»

(13) Аçтаха, хăйне çĕр çине çапса антарнине туйса илсен, ывăл ача çуратнă хĕрарăма йĕрлеме тытăнчĕ.

(14) Анчах та хăйĕн валли хатĕрленĕ пуш хирти вырăна вĕçсе каймашкăн хĕрарăма пысăк мăрт кайăкăн икĕ çунатне панă пулнă. Çавăнта, çĕленрен аякра, ăна виçĕ çул çурă пăхса усрамалла пулнă.

(15) Вара, хĕрарăма шывпа юхтарса ярас тесе, ун хыçĕнчен хайхи çĕлен хăйĕн çăварĕнчен юхан шыв пек шыв кăларса ячĕ.

(16) Анчах та хĕрарăма çĕр пулăшрĕ: вăл уçăлчĕ те аçтаха çăварĕнчен тухнă юхан шыва çăтса ячĕ.

(17) Вара хĕрарăма тарăхса çитнĕ аçтаха хĕрарăм йăхĕнчи ытти çынсемпе, Турă пил-хушăвĕсене тата Иисус Христос вĕрентĕвне тытса пыракансемпе, çапăçма кайрĕ.

Малашнехине 13

Икĕ тискер кайăк

(1) Тинĕс хĕрринчи хăйăр çинче тăнă чухне эпĕ тинĕсрен тухакан çичĕ пуçлă, вунă мăйракаллă тискер кайăка куртăм. Мăйракисем çинче унăн вунă пуç кăшăлĕччĕ, кашни пуçĕ çинех Турра хурлакан пĕрер ят çырнă.

(2) Манăн умри тискер кайăк барс евĕрлĕрехчĕ. Урисем унăн упан пек, çăварĕ арăсланăн пек. Аçтаха ăна хăйĕн вăйне, престолне тата пуç пулмалли аслă ирĕкне панă.

(3) –

(4) Пăхрăм та, унăн пуçĕсенчен пĕри вилмеллех аманнă пек курăнчĕ, анчах та çав вилмеллех суран тÿрленчĕ. Тискер кайăка курнипе пĕтĕм тĕнче тĕлĕнчĕ. Вара пурте тискер кайăка вăй-хăват панă аçтахана пуççапрĕç. Унтан тискер кайăка çапла каласа пуççапрĕç: «Çак тискер кайăк пекки урăх пур-и? Кам унпа çапăçма пултарайĕ?»

(5) Тискер кайăка мăнкăмăлланса калаçмалăх, Турра хурламалăх чĕлхе-çăвар тата хĕрĕх икĕ уйăх хушши усал тумалăх ирĕк панăччĕ.

(6) Вара вăл Турă ятне, Вăл пурăнакан вырăна, тÿпере пурăнакансене хур тăвас тесе, Турра хурлама çăварне уçрĕ.

(7) Тата çак тискер кайăка сăваплисемпе çапăçма, вĕсене çĕнтерме, тĕрлĕ йăх-русемпе, тĕрлĕ чĕлхеллĕ тĕрлĕ халăхсемпе пуç пулма ирĕк панăччĕ.

(8) Тĕнчене пултаричченех пусса Турра кÿнĕ Путекĕн пурăнăç кĕнекине çĕр çинче пурăнакансенчен камăн ятне çырса хуман, çавсем пурте ăна пуççапĕç.

(9) Илтме хăлха пурри илттĕр.

(10) Тыткăна илсе каякана хăйне тыткăна илсе кайĕç; хĕçпе вĕлерекене хăйне хĕçпе вĕлерĕç. Çав саманара сăваплисен чăтăмлă та çирĕп ĕненÿллĕ пулмалла.

(11) Унтан эпĕ çĕр ăшĕнчен тухакан тепĕр тискер кайăка куртăм. Унăн Путекĕнни пек икĕ мăйрака, калаçасса хăй аçтаха пек калаçать.

(12) Пĕрремĕш тискер кайăкăн вăй-хăватне ăна та панă, вăл – пĕрремĕш тискер кайăк умĕнче ĕçлесе тăраканĕ, пулăшаканĕ. Çавскер пĕтĕм çĕре, çĕр çинче пурăнакансене вилмеллех аманса тÿрленнĕ тискер кайăка пуççаптарасшăн.

(13) Вăл тĕлĕнмелле паллăсем кăтартать: çынсен куçĕ умĕнчех тÿперен çĕр çине вут-çулăм антарать.

(14) Пĕрремĕш тискер кайăк умĕнче тĕлĕнмелле паллăсем кăтартса, вăл çĕр çинче пурăнакансене илĕртсе улталать. Вăл çынсене хĕçпе суранланнă, анчах та чĕрĕ тискер кайăкăн сăнарне ăсталама хистет.

(15) Çав сăнар калаçма та, хăйне пуççапас теменнисене вĕлерттерме те пултартăр тесе, иккĕмĕш тискер кайăка малтанхин сăнарĕ ăшне чун вĕрсе кĕртме ирĕк панă.

(16) Вăл пур çынсене те: аслисемпе кĕçĕннисене те, пуянсемпе чухăнсене те, ирĕклисемпе чурасене те – сылтăм алли е çамки çине çыру палли лартма хистет.

(17) Камăн çак çыру палли çук, вăл сутма та, илме те пултараймасть. Çыру паллинче тискер кайăкăн ятне е çав ята палăртакан хисепе çырнă.

(18) Кунта ăслăлăх кирлĕ. Камăн ăсĕ пур, вăл тискер кайăк ятне палăртакан хисепе хăех тавçăрса илтĕр. Çав хисеп – этемле хисепех: улт çĕр утмăл улттă.

Малашнехине 14

Путек Сион тăвĕ çинче

(1) Унтан эпĕ пăхрăм та, акă, Сион тăвĕ çинче Путек тăнине куртăм. Унпа пĕрле тата çĕр хĕрĕх тăватă пин çынччĕ. Вĕсен çамкисем çинче Унăн Ашшĕн ячĕччĕ.

(2) Вара тÿперен шыв кĕрленĕ пек, вăйлă аслати сасси пек сасă илтрĕм. Тата кĕслисене каласа ларакан кĕслеçĕсен сасси пек сасă илтрĕм.

(3) Престолпа тăватă чĕр чун умĕнче, ватăсем умĕнче çав çынсем çĕнĕ юрă пек юрă юрлаççĕ. Çĕр çинчи пурăнăç тыткăнĕнчен тÿлесе илнĕ çав çĕр хĕрĕх тăватă пин çынсăр пуçне никам та ку юрра юрлама пултараймарĕ.

(4) Юрлаканĕсем хĕрарăмпа çывăрса вараланман, таса çынсем. Путек кирек ăçта кайсассăн та, вĕсем Ун хыçĕнчен çÿреççĕ. Вĕсене Турăпа Путекĕн малтанхисем пулмашкăн çынсем хушшинчен суйласа, тÿлесе илнĕ.

(5) Вĕсен чĕлхи-çăварĕ суялăха пĕлмест: Турă престолĕ умĕнче вĕсем таса.

Виçĕ ангел

(6) Унтан эпĕ çÿл тÿпере вĕçсе иртекен тепĕр ангела куртăм. Çĕр çинче пурăнакан тĕрлĕ чĕлхеллĕ йăх-рăва, халăха пĕлтермешкĕн çав ангелăн ĕмĕрлĕх Ырă Хыпар пурччĕ.

(7) Вара вăл вăйлă саслăн çапла каларĕ: «Турăран хăрăр, Ăна мухтăр, мĕншĕн тесен Унăн суд тумалли вăхăчĕ çитрĕ. Тÿпене, çĕре, тинĕсе тата çăлкуçсене Пултаракана пуççапăр!»

(8) Ун хыçĕнчен тепĕр ангел вĕçсе иртрĕ. «Аслă хула Вавилон тĕп пулчĕ, тĕп пулчĕ! Мĕншĕн тесен çав хула хăй аскăнлăхĕн хаяр эрехне мĕн пур халăхсене ĕçтерчĕ!» – терĕ çав ангел.

(9) Вара ун хыçĕнчен виççĕмĕш ангел вĕçсе иртрĕ. Вăл вăйлă саслăн çапла каларĕ: «Кам тискер кайăкпа унăн сăнарне пуççапать, кам хăйĕн çамки е алли çине тискер кайăкăн çыру паллине ларттарать,

(10) çавăн Турă тарăхăвĕн куркинче хатĕрленĕ Турă çиллин хаяр эрехне ĕçме тивĕ. Ăна святой ангелсемпе Путек куçĕ умĕнчех вутлă кÿкĕрт ăшĕнче асаплантарĕç.

(11) Çав асап вучĕн тĕтĕмĕ ĕмĕр-ĕмĕр йăсăрланса тăрĕ. Тискер кайăкпа унăн сăнарне пуççапакансем, унăн ятне çыртарма килĕшнисем кунĕн-çĕрĕн канлĕх тупаймĕç.

(12) Çавăнпа Турă пил-хушăвĕсене тытса пыракан, Иисуса ĕненекен сăваплă çынсене тÿсĕмлĕх кирлĕ пулĕ».

(13) Унтан эпĕ тÿперен хама çапла калакан сасă илтрĕм: «Çырса хур, – терĕ çав сасă, – Хуçамăра ĕненсе вилнисем, çак вăхăтран пуçласа, телейлĕ пулĕç». «Чăнах та çапла, – тет Сывлăш, – вĕсем ĕнтĕ хăйсен ĕçĕсенчен канĕç, мĕншĕн тесен ĕçĕсем хăйсемех вĕсем çинчен калĕç».

Вырма вăхăчĕ

(14) Вара эпĕ пăхрăм та, акă, шурă пĕлĕт куртăм. Пĕлĕт çинче Этем Ывăлĕ евĕрлĕскер ларать; пуçĕ çинче – ылтăн пуç кăшăлĕ, аллинче – çивĕч çурла.

(15) Унтан тÿпери Турă Çуртĕнчен тепĕр ангел тухрĕ те пĕлĕт çинче ларакана вăйлă саслăн çапла каларĕ: «Çурлуна ил те вырмашкăн пуçла, мĕншĕн тесен вырма вăхăчĕ çитрĕ, çĕр çинче тыр-пул пулса çитнĕ!»

(16) Вара пĕлĕт çинче лараканĕ çурлипе çĕр çийĕн сулса ячĕ те çĕр çинчи тыр-пула вырса илчĕ.

(17) Кайран тÿпери Турă Çуртĕнчен çурлаллă урăх ангел тухрĕ, унăн та çурли çивĕччĕ.

(18) Тата тепĕр ангелĕ, вутпа пуç пулма ирĕк илнĕскер, парне вырăнĕ патĕнчен пычĕ. Вара вăл çивĕч çурлаллă ангела хыттăн кăшкăрса çапла каларĕ: «Çивĕч çурлуна ил те çĕр çинчи иçĕм çырли сапакисене кас, мĕншĕн тесен иçĕм çырли пиçсе çитнĕ!»

(19) Хайхи ангел çурлипе çĕр çийĕн сулса ячĕ те иçĕм çырлине касса пуçтарса илчĕ. Вара ăна Турă çиллин пысăк юхтаркăчне пăрахрĕ.

(20) Çав çырлана вара хула тулашĕнчи сĕткен пусса кăлармалли юхтаркăчра таптарĕç, юхтаркăчран юн тапса тухрĕ. Çав юн, лаша йĕвенĕ таран тулса, виç çĕр çухрăма яхăн сарăлса юхрĕ.

Малашнехине 15

Юлашки инкексем

(1) Унтан эпĕ тÿпере хăватлă та тĕлĕнмелле тепĕр паллă асăрхарăм: унта юлашки çичĕ инкеклĕ çичĕ ангел курăнчĕç. Çав юлашки инкексемпе Турă çилли иртсе каймалла.

(2) Эпĕ темскер, вутпа хутăштарнă кĕленче тинĕс евĕрлĕскер, куртăм. Çав кĕленче тинĕс çинче тискер кайăкпа унăн сăнарне, çыру паллипе унăн ячĕн хисепне çĕнтернисем тăраççĕ. Вĕсем, Турă кĕслине тытса,

(3) Турă чурин Моисейăн тата Путекĕн юррине çапла каласа юрлаççĕ: «Эй, Хуçамăр, Пурне те тытса тăракан Туррăмăр, Санăн ĕçÿсем аслă та тĕлĕнмелле! Эй, сăваплисен Патши! Санăн çулусем тÿрĕлĕхлĕ те чăн!

(4) Эй, Хуçамăр! Кам Санран хăрамасăр тăрайтăр? Кам Санăн ятна мухтамĕ? Мĕншĕн тесен Эсĕ пĕртен-пĕр таси. Мĕн пур халăхсем Сана пырса пуççапĕç, мĕншĕн тесен Санăн тÿрĕлĕхÿ куçкĕретех!»

(5) Унтан эпĕ пăхрăм та, акă, тÿпере Турă Çурчĕ – Таса кĕлĕ чатăрĕ – уçăлнине куртăм.

(6) Вара тÿпери Турă Çуртĕнчен çичĕ инкеклĕ çичĕ ангел тухрĕç. Вĕсем таса та шурă йĕтĕн тумтир тăхăннă, кăкăр урлă ылтăн хăю çыхнă.

(7) Вара çичĕ чĕр чунтан пĕри çичĕ ангела ĕмĕр-ĕмĕр пурăнакан Туррăн çиллипе тултарнă çичĕ ылтăн курка пачĕ.

(8) Çавăнтах тÿпери Турă Çурчĕ Турă мухтавĕн, Унăн вăй-хăвачĕн тĕтĕмĕпе тулса ларчĕ. Çичĕ ангел аллинчи çичĕ инкек иртмесĕр çав Турă Çуртне кĕме никам та пултараймарĕ.

Малашнехине 16

Турă çиллин куркисем

(1) Унтан эпĕ Турă Çуртĕнче вăйлă сасă янăраса кайнине илтрĕм. «Кайăр та, – терĕ çав сасă çичĕ ангела, – Турă çиллин çичĕ куркине çĕр çине тăкăр».

(2) Пĕрремĕш ангелĕ кайрĕ те хăй куркине çĕр çине тăкрĕ. Çав самантрах тискер кайăкăн çыру паллине ларттарнă, унăн сăнарне пуççапакан çынсен ÿчĕ пÿрлĕ, хăрушă та йĕрĕнмелле суранпа витĕнчĕ.

(3) Иккĕмĕш ангелĕ хăй куркине тинĕсе тăкрĕ. Çав самантрах тинĕс шывĕ вилнĕ çын юнĕ евĕрлĕ пулса тăчĕ. Тинĕсри мĕн пур чĕрĕ чун вилсе пĕтрĕ.

(4) Виççĕмĕш ангел хăй куркине юхан шывсемпе çăлкуçсем çине тăкрĕ, вара вĕсем те юн пулса тăчĕç.

(5) Унтан эпĕ шыв ангелĕ çапла каланине илтрĕм: «Эй, Хуçамăр! Эсĕ пур, яланах пулнă. Эсĕ тĕрĕслĕхлĕ те таса, мĕншĕн тесен çапла суд турăн.

(6) Сăваплисемпе пророкусен юнне юхтарнăшăн Эсĕ вĕсене юн ĕçтертĕн. Вĕсем çавна тивĕçлĕ те».

(7) Вара эпĕ парне вырăнĕ енчен тепĕр сасă илтрĕм. «Эй, Хуçамăр, Пурне те тытса тăракан Туррăмăр! Санăн суду тÿрĕлĕхлĕ те чăн!» – терĕ çав сасă.

(8) Тăваттăмĕш ангелĕ хăй куркине хĕвел çине тăкрĕ. Хĕвеле çĕр çинчи çынсене çунтарса яма ирĕк панăччĕ.

(9) Ĕнтĕ çынсене вăйлă шăрăх çунтара пуçларĕ, анчах та вĕсем, ÿкĕнсе Турра мухтас вырăнне, инкексене пĕтерме пултаракан Турă ятне хурларĕç.

(10) Пиллĕкмĕш ангел хăй куркине тискер кайăк престолĕ çине тăкрĕ. Çав самантрах тискер кайăк патшалăхĕ пĕтĕмпех сĕм-тĕттĕмлĕх ăшне путрĕ. Асапа тÿсеймесĕр çынсем чĕлхисене çырта-çырта лартрĕç.

(11) Анчах та, хăйсен ĕçĕсемшĕн ÿкĕнес вырăнне, вĕсем инкек-асапĕсемшĕн Çÿлти Турра хурларĕç.

(12) Улттăмĕш ангел хăй куркине аслă Ефрат юхан шывне тăкрĕ. Вара, хĕвел тухăçĕнчен килекен патшасемшĕн çул хатĕр пултăр тесе, Ефрат шывĕ типсе ларчĕ.

(13) Çавăн чухне эпĕ пăхрăм та аçтаха çăварĕнчен, тискер кайăк çăварĕнчен тата суя пророк çăварĕнчен шапа евĕрлĕ виçĕ усал сывлăш тухнине куртăм.

(14) Кусем – тĕлĕнмелле паллăсем кăтартакан усал сывлăшсем. Пурне те тытса тăракан Туррăн çак аслă кунĕнче патшасене вăрçа пухас тесе, усал сывлăшсем пĕтĕм тĕнчери çĕр-шывсен патшисем патне тухаççĕ.

(15) Итлĕр! Эпĕ, вăрă пек, кĕтмен çĕртен пырăп. Сыхă тăракан, çарамас тăрса юлса намăса кăтартас марччĕ тесе, тумтирне упраса пурăнакан телейлĕ!

(16) Вара патшасене пĕр çĕре, еврейла Армагеддон текен вырăна, пухрĕç.

(17) Çиччĕмĕш ангел хăй куркине сывлăша тăкрĕ. Çав самантрах тÿпери Турă Çурчĕн престолĕ патĕнчен: «Мĕн пулмалли пулчĕ!» – текен вăйлă сасă илтĕнчĕ.

(18) Вара çиçĕмсем ялтăртатма пуçларĕç, аслати кĕрлесе авăтрĕ. Çав тери вăйлăн çĕр чĕтренчĕ. Кунашкалли этем çĕр çинче пурăнма пуçланăранпа та пулман!

(19) Аслă хула виçĕ пая арканса кайрĕ, чăн Турра пĕлмен халăхсен хулисем ишĕлсе анчĕç. Аслă Вавилон хулине те, Хăйĕн çиллин куркине ĕçтерес тесе, Турă Хăй асĕнчех тытрĕ.

(20) Мĕн пур утравсем çухалчĕç, тусем тăрса юлмарĕç.

(21) Çынсем çине пĕлĕтрен темиçе пăт йывăрăш пăр катăкĕсем çурĕç. Çынсем, çакнашкал пăр çунин инкекĕ пит пысăк пулнăран, асапа тÿсеймесĕр, Турра ылханчĕç.

Малашнехине 17

Аскăн хĕрарăмпа тискер кайăк

(1) Унтан çичĕ куркаллă çичĕ ангелтан пĕри ман патăма пычĕ те çапла каларĕ: «Курсам, эпĕ сана нумай юхан шыв çинче ларакан аскăнран та аскăн хĕрарăма епле суд тунине кăтартăп».

(2) Çĕр çинчи патшасем унпа асса пурăнчĕç, çĕр çинче пурăнакансем унăн ясарĕн эрехĕпе ÿсĕр çÿрерĕç».

(3) Вара мана, Святой Сывлăш витĕмĕпе, ангел пуш хире ертсе кайрĕ. Унта эпĕ йăм-хĕрлĕ тискер кайăк çине утланнă хĕрарăма куртăм. Тискер кайăкĕ çине йăлтах Турра хурлакан ятсем çырса тултарнă, хăй çичĕ пуçлă та вунă мăйракаллă.

(4) Хĕрарăмĕ тĕксĕм хĕрлĕ хăмач тумтир тăхăннă, ылтăн капăрчăксемпе, хаклă йышши чулсемпе, ĕнчĕпе илемленнĕ. Аллине хăй ылтăн курка тытнă, курка тулли вара – унăн аскăнлăхĕн ирсĕрлĕхĕпе тасамарлăхĕ.

(5) Çамки çине вăрттăн пĕлтерĕшлĕ ят çырса хунă: «Çĕр çинчи аскăн хĕрарăмсен, ирсĕрлĕхсен амăшĕ – аслă хула Вавилон».

(6) Эпĕ пăхрăм та – çак хĕрарăм сăваплисен юнне, Иисус çинчен çирĕплетсе пĕлтерекенсен юнне ĕçнипе ÿсĕррине куртăм. Ăна курсассăн вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм.

(7) «Эсĕ мĕншĕн тĕлĕнетĕн? – тесе ыйтрĕ манран ангел. – Эпĕ сана çак хĕрарăм тата вăл утланнă çичĕ пуçлă та вунă мăйракаллă тискер кайăк мĕне пĕлтернине ăнлантарса парăп.

(8) Çак эсĕ курнă тискер кайăк чĕрĕччĕ, халĕ вăл вилĕ. Анчах та вăл тĕпсĕрлĕхрен каллех чĕрĕлсе тухĕ те тĕп пулĕ. Çĕр çинче пурăнакансенчен камсен ятне тĕнче пуçланнăранпах пурăнăç кĕнекине çырса хуман, çавсем тискер кайăка курсан тĕлĕнĕç. Мĕншĕн тесен вăл чĕрĕччĕ, халĕ вилĕ, унтан каллех чĕрĕлсе тухĕ.

(9) Çакна ăнланма слăлăх кирлĕ. Тискер кайăкăн çичĕ пуçĕ хĕрарăм ларакан çичĕ сăрта

(10) тата çичĕ патшана пĕлтерет. Çиччĕшĕнчен пиллĕкĕшĕ пĕтнĕ ĕнтĕ, пĕри çаплах патшара ларать, юлашки вара çĕр çине килмен-ха. Анчах та вăл, килсессĕн те, нумайлăха тытăнса тăраймĕ.

(11) Тахçан чĕрĕ пулнă, халĕ вилĕ тискер кайăк çичĕ патшаран пĕрне, саккăрмĕшне пĕлтерет. Вăл та тĕп пулĕ.

(12) Эсĕ курнă вунă мăйрака вунă патшана пĕлтерет. Хальлĕхе вĕсем патшана ларайман-ха, анчах та тискер кайăкпа пĕрле вĕсем пĕр самантлăх влаçра пулса курĕç.

(13) Вунă патшин те пĕр шухăш. Вĕсем хăйсен вăй-хăватне, влаçне тискер кайăка парас теççĕ.

(14) Вĕсем Путекпе çапăçĕç, анчах та Путек вĕсене çĕнтерĕ. Мĕншĕн тесен Вăл – хуçасенĕн Хуçи, патшасенĕн Патши. Унпа пĕрле вара – Хăй чĕнсе илнисем, суйласа илнисем, шанчăклисем».

(15) Унтан ангел мана çапла каларĕ: «Хайхи эсĕ курнă аскăн хĕрарăм ларакан юхан шывсем тĕрлĕ чĕлхеллĕ халăха, тĕрлĕ йăх-рăва пĕлтереççĕ.

(16) Эсĕ курнă тискер кайăкăн вунă мăйраки аскăн хĕрарăма курайми пулĕç, ăна çаратса çаппа-çарамас хăварĕç, ăна çийĕç, вутра çунтарĕç.

(17) Мĕншĕн тесен Турă вунă мăйракана – çав вунă патшана – Хăйĕн ирĕкне тутарĕ: Турă сăмахĕ пурнăçланиччен вĕсен тискер кайăка пуç пулма ирĕк памалла.

(18) Эсĕ курнă хĕрарăм вара çĕр çинчи патшасемпе хуçаланакан аслă хулана пĕлтерет».

Малашнехине 18

Вавилон хулине пĕтерни

(1) Çакăн хыççăн эпĕ тÿперен анакан тепĕр ангела куртăм. Ăна питĕ пысăк влаç панăччĕ. Унăн чап-мухтавĕпе çĕр пичĕ те çуталса кайрĕ.

(2) Вара вăл вăйлă саслăн кăшкăрса каларĕ: «Тĕп пулчĕ Вавилон! Виçесĕр аскăнчăк тĕп пулчĕ! Вăл шуйттан кил-çурчĕ, тĕрлĕрен усал сывлăш пурăнмалли вырăн, тĕрлĕрен таса мар та йĕрĕнмелле вĕçен кайăк йăви пулса тăчĕ. Мĕншĕн тесен вăл мĕн пур халăхсене ясарлăхăн хаяр эрехне ĕçтерсе ÿсĕртрĕ.

(3) Çĕр çинчи патшасем унпа асса пурăнчĕç, унăн пысăк пуянлăхĕпе çĕр çинчи купсасем пуйса кайрĕç».

(4) Тата эпĕ тÿперен урăх сасă илтрĕм. «Эй, халăхăм! – терĕ çав сасă. – Çак хулан çылăхлă ĕçĕсене хутшăнмалла ан пултăр тесен, ун çине янă инкеке тÿсмелле ан пултăр тесен, унтан тухса кай!

(5) Мĕншĕн тесен çак хулан çылăхĕсем тÿпе таранах çĕкленчĕç, унăн усал ĕçĕсене Турă аса илчĕ ĕнтĕ.

(6) Вавилон сире епле асап кăтартрĕ, эсир те ăна çаплах тавăрса парăр. Ĕçĕсене кура ăна икĕ хут та ытларах тавăрса парăр. Хăвăра ĕçтернĕ куркана эсир ун валли икĕ хут та хаяртарах эрех ярса хатĕрлĕр.

(7) Вăл мĕн чухлĕ чаплăланчĕ, пуянлăхĕпе мĕн чухлĕ киленчĕ, ăна çавăн чухлĕ асаппа хуйхă кăтартăр. Мĕншĕн тесен вăл çаплах хăй шĕнче: „Эп патшара ларатăп, эп тăлăх арăм мар, нихçан та хурлăх курмăп“, – тет.

(8) Çавăнпа та пĕр кун хушшинчех ун çине тĕрлĕ инкек-синкек – вилĕм, хуйхă, выçлăх – йăтăнса анĕ. Ăна вутра çунтарса ярĕç, мĕншĕн тесен ăна суд тăвакан Хуçа Турă хăватлă.

(9) Çĕр çинчи патшасем, унпа асса та иртĕхсе пурăннăскерсем, унăн пушарĕн тĕтĕмне курсассăн, уншăн ÿлесе те татăлса йĕрĕç.

(10) Унăн асапĕсенчен хăранипе аякра тăрса, вĕсем çапла калĕç: „Эй, аслă хула! Эй, тĕреклĕ Вавилон хули! Хуйхă çитрĕ сана, пысăк хуйхă! Пĕр самантрах санăн судпала айăпланмалла пулчĕ“.

(11) Вара хăйсен таварĕсене никам та илекен пулманран çĕр çинчи купсасем те ÿлесе, татăлса йĕрĕç.

(12) Вĕсен таварĕсем – ылтăн, кĕмĕл, хаклă йышши чулсем, ĕнчĕ, виссонпа порфира, пурçăнпа йĕпкĕн хĕрлĕ пир-авăр, ырă шăршăллă йывăç, слон шăмминчен, паха йывăçран, пăхăртан, тимĕртен, мрамортан тунă япаласем,

(13) корицпа фимиам, мирăпа ладан, хĕрлĕ эрехпе олив çăвĕ, çăнăх, тулă, выльх-чĕрлĕх, сурăхсем, лашасемпе кÿмеллĕ урапасем, чурасем – никама та кирлĕ пулмĕç.

(14) Ĕнтĕ санăн кăмăлланă çимĕçÿсем те çук, пуянлăхупа чаплă капăрлăху та пĕтрĕ, вĕсене эсĕ тек нихăçан та каялла тавăраймăн.

(15) Çак тĕрлĕ тавара Вавилонра сутса пуйнисем унăн асапĕсенчен хăранипе аякра тăрса, ÿлесе те татăлса йĕрсе,

(16) çапла калĕç: „Эй, аслă хула! Хуйхă çитрĕ сана, пысăк хуйхă! Эсĕ виссонпа порфира, хĕрлĕ хăмач тумтир тăхăнаттăн, ылтăнпа тата хаклă йышши чулсемпе, ĕнчĕпе капăрланаттăн!

(17) Акă ĕнтĕ, пĕр самантрах çав тĕрлĕ пуянлăху пĕтмелле пулчĕ! Карап капитанĕсем, караппа çÿрекенсем, моряксем, тинĕс ĕçченĕсем – пурте карапĕсемпе хуларан аякра чарăнса тăчĕç.

(18) Пушар тĕтĕмне курсассăн вара вĕсем кăшкăрса ячĕç: «Çак аслă хулапа танлашма пултараканни урăх пур-и-!»

(19) Хăйсем хулашăн хурланнине палăртса, ÿлесе йĕре-йĕре вĕсем çапла каларĕç: «Эй, аслă хула! Хуйхă çитрĕ сана, пысăк хуйхă! Караплă çынсем сан мулна пула пуйнăччĕ. Акă ĕнтĕ, пĕр самантрах эсĕ çука юлтăн!»

(20) Эй, тÿпе! Эй, мĕн пур сăваплă апостолсемпе пророксем! Çак хулана эсир тăвас тенĕ суда Турă тунăшăн савăнса хĕпĕртĕр!

(21) Унтан пĕр хăватлă ангел арман чулĕ пек чул илчĕ те ăна тинĕсе ывăтрĕ. «Аслă Вавилон хулин те çакнашкалах пĕтмелле пулĕ, унăн çĕр питĕнчен çухалмалла, – терĕ вăл.

(22) – Кунта текех кĕсле калани те, юрлани те, шăхлич калани те, труба сасси те илтĕнмĕ. Кунта текех ăстасем те, ал ĕçĕ тăвакансем те пулмĕç. Кунта текех ал арманĕ сасси те илтĕнмĕ.

(23) Кунта текех çутаткăç та çунмĕ, хĕрпе каччă сасси те янăрамĕ. Сан купсусем çĕр çинче чаплăран та чаплă хуçасемччĕ, санăн асамлăхупа мĕн пур халăх улталаннăччĕ.

(24) Анчах та çак хула çылăхĕсене пула сăваплисемпе пророксен, çĕр çинче вĕлернисен пурин те – юнĕ юхнă!»

Малашнехине 19

Вавилона суд тунăшăн Турра мухтани

(1) Çакăн хыççăн эпĕ тÿпере йышлă халăх сасси пек вăйлă сасăсем илтрĕм. «Аллилуия! – тесе кăшкăрчĕç вĕсем. – Çăлăнăçпа мухтав та, чыспала хăват та пирĕн Хуçамăрта.

(2) Мĕншĕн тесен Унăн сучĕ тÿрĕлĕхлĕ те чăн. Çав виçесĕр аскăнчăка, пĕтĕм çĕре астарса яракана, Турă суд туса айăпларĕ, Хăйĕн чурисен юнĕшĕн тавăрчĕ».

(3) «Аллилуия! – терĕç тепĕр хут. – Унăн тĕтĕмĕ ĕмĕр-ĕмĕрех тÿпене çĕкленет!»

(4) Унтан çирĕм тăватă ватăпа тăватă чĕр чун престол çинче ларакан Турра: «Аминь! Аллилуия!» – тесе çĕре ÿксе пуççапрĕç.

Путекĕн туйĕ

(5) Вара престол патĕнчен çапла калакан сасă илтĕнчĕ: «Эй, Туррăн мĕн пур чурисем, мĕн пур Унран хăракансем, асли те, кĕçĕнни те – Турра мухтăр!»

(6) Каллех эпĕ йышлă халăх сасси пек сасă илтрĕм. Çав сасă шыв кĕрлени пек, вăйлă аслати сасси пек каларĕ: «Аллилуия! Пурне те тытса тăракан Хуçа Туррăмăр патшана ларчĕ!

(7) Ĕнтĕ савăнса хĕпĕртер те Ăна мухтар, мĕншĕн тесен Путекĕн туйĕ çитрĕ. Ĕнтĕ çураçнă хĕрĕ те капăрланса хатĕрленчĕ.

(8) Ăна таса та шурă виссон тăхăнтартрĕç. Виссон тумтир вара сăваплисен тÿрĕлĕхне пĕлтерет».

(9) Унтан ангел мана: «Путекĕн туйне чĕннисем телейлĕ», – тесе çырма хушрĕ. Тата вăл мана çапла каларĕ: «Ку сăмахсем – Туррăн чăн сăмахĕсем».

(10) Вара эпĕ ун ури умне ÿксе пуççапрăм, анчах та вăл мана: «Асту, кунашкал ан хăтлан, – терĕ. – Эпĕ сан пекех, Иисус çинчен çирĕплетсе пĕлтерекен тăванусем пекех, Турă чури кăна. Турра пуççап! Мĕншĕн тесен Иисус çинчен çирĕплетсе пĕлтерни – пророкла каланин тĕшши пулса тăрать».

Шурă ут çинчи юланутçă

(11) Унтан эпĕ пăхрăм та тÿпе уçăлса кайнине тата шурă юланута куртăм. Тÿрĕ суд тунăран, çĕнтерÿллĕ пулнăран юланутçине Шанчăкли тата Чăнни теççĕ.

(12) Куçĕсем Унăн вут çулăмĕ пек, пуçĕ çинче темĕн чухлĕ пуç кăшăлĕсем. Çавсем çине Унăн ятне çырнă, Хăйĕнсĕр пуçне вăл ята никам та пĕлмест.

(13) Вăл юнпа хĕрелнĕ тумтир тăхăннăччĕ. Унăн ячĕ – Турă Сăмахĕ.

(14) Тÿпери йышлă çар ун хыççăн шурă утсем çинче пырать, хăйсем таса та шурă виссон тумланнă.

(15) Унăн чĕлхи-çăварĕнчен çивĕч хĕç тухса тăрать. Çав хĕçпе Вăл халăхсене çĕнтерĕ. Вĕсене Вăл тимĕр туяпа пăхĕ. Вăл Пурне те тытса тăракан Турă çиллин эрехне юхтаркăчра таптаса кăларĕ.

(16) Тумтирĕпе пĕççи çине ят çырса хунă: патшасен Патши, хуçасен Хуçи.

(17) –

(18) Унтан эпĕ хĕвел çинче тăракан пĕр ангела куртăм. Çÿл тÿпере вĕçекен кайăксене вăл вăйлă саслăн çапла каларĕ: «Вĕçĕр, вĕçĕр! Патшасен, хуçасен, çар пуçĕсен, утсемпе юланутçăсен виллисене, ирĕклисемпе чурасен виллисене, аслисемпе кĕçĕннисен виллисене сăхмашкăн Туррăн аслă каçхи апатне пуçтарăнăр!»

(19) Вара эпĕ тискер кайăкпа çĕр çинчи патшасене тата вĕсен çарне куртăм. Вĕсене ут çинче Лараканпа тата Унăн çарĕпе çапăçмашкăн пуçтарнă.

(20) Анчах та тискер кайăка тата ун умĕнче тĕлĕнмелле паллăсем кăтартакан суя пророка ярса тытрĕç. Çав тĕлĕнмелле ĕçсене кăтартса вăл тискер кайăкăн çыру паллине ларттаракансене, тискер кайăк сăнарне пуççапакансене илĕртсе улталанă. Вара тискер кайăкпа суя пророка иккĕшне те кÿкĕрт çунакан вутлă кÿлле чĕрĕллех пăрахрĕç.

(21) Ыттисен вара, вĕсен çарĕнчисен, ут çинче Лараканăн чĕлхи-çăварĕнчи хĕçпе пĕтмелле пулчĕ. Мĕн пур вĕçен кайăк вĕсен виллисене тăраничченех сăхрĕ.

Малашнехине 20

Пин çул

(1) Унтан эпĕ тÿперен анакан ангела куртăм. Унăн аллинче тĕпсĕрлĕх çăраççипе пысăк сăнчăрччĕ.

(2) Вăл хайхи аçтахана, авалхи çĕлене, ярса илчĕ те пин çуллăха сăнчăрласа лартрĕ, çак çĕлен – шуйттан, сатана.

(3) Пин çул иртмесĕр те шуйттан халăхсене илĕртсе ан улталатăр тесе, ангел ăна тĕпсĕрлĕхе пăрахрĕ. Вара питĕрсе илчĕ те пичет лартрĕ. Пин çул иртсессĕн ăна самантлăха ирĕке кăлармалла.

(4) Унтан эпĕ престолсене тата вĕсем çинче ларакансене куртăм. Вĕсене суд тума ирĕк панă. Эпĕ тата Иисус çинчен, Турă сăмахĕ çинчен çирĕплетсе пĕлтернĕшĕн пуçĕсене каснă çынсен чунĕсене куртăм. Вĕсем тискер кайăка та, унăн сăнарне те пуççапман; çамкисемпе аллисем çине çыру палли ларттарман. Вĕсем, чĕрĕлсе тăрса, Христоспа пĕрле пин çул патшара ларчĕç.

(5) Вилнисенчен ыттисем вара пин çул иртмесĕр те чĕрĕлсе тăмарĕç. Çакă малтанхи хут чĕрĕлсе тăни пулчĕ.

(6) Малтанхи хутĕнчех вилĕмрен чĕрĕлсе тăма тивĕç пулнисем телейлĕ те сăваплă. Иккĕмĕш вилĕм вĕсемпе пуç пулаймĕ. Вĕсем, Турăпа Христосăн священникĕсем пулса, Унпа пĕрле пин çул патшара ларĕç.

Шуйттана тĕп туни

(7) Кайран, пин çул иртсессĕн, шуйттана тĕрминчен кăларĕç. Вăл тĕнчен тăватă кĕтессинчи халăхсене, Гог тата Магог текенскерсене, илĕртсе улталаса çÿрĕ, вĕсене вăрçа хатĕрленмешкĕн пĕр çĕре пуçтарĕ. Вĕсен шучĕ – тинĕс çыранĕнчи хăйăр пĕрчисем чухлех.

(8) Акă вĕсем, пĕтĕм çĕр тăрăх тухса, сăваплисем тăракан вырăна, Турă юратакан хулана, çавăрса илчĕç.

(9) Анчах та тÿперен, Турă патĕнчен, вут анчĕ те вĕсене çунтарса ячĕ.

(10) Вĕсене илĕртсе улталанă шуйттана вара кÿкĕрт çунакан вутлă кÿлле, тискер кайăкпа суя пророка пăрахнă çĕрех, ывăтрĕç. Вĕсене кунĕн-çĕрĕн, ĕмĕр-ĕмĕрех асаплантарĕç.

Суд

(11) Унтан эпĕ пысăк шурă престол тата ун çинче Ларакана куртăм. Вăл пуртан çĕрпе пĕлĕт те çухалчĕ: вĕсем валли вырăн юлмарĕ.

(12) Вара эпĕ вилнисем, аслисемпе кĕçĕннисем те, Турă умĕнче тăнине куртăм. Çавăнтах уçса хунă кĕнекесем пурччĕ. Пурăнăç кĕнеки те уçăччĕ. Вара вилнисене кĕнекесенче çырнине кура, кашнинех харпăр-хăй ĕçне кура, суд турĕç.

(13) Тинĕс хăй шĕнчи вилнисене пачĕ, вилĕмпе тамăк та вилнисене пачĕç, кашнинех ĕçĕсене кура суд турĕç.

(14) Вара вилĕмпе тамăка вутлă кÿлле пăрахрĕç. Çакă иккĕмĕш вилĕм пулчĕ.

(15) Камăн ятне пурăнăç кĕнекине çырса хуман, çавна вутлă кÿлле пăрахрĕç.

Малашнехине 21

Çĕнĕ тÿпепе çĕнĕ çĕр

(1) Унтан эпĕ çĕнĕ тÿпепе çĕнĕ çĕре куртăм, мĕншĕн тесен ĕлĕкхи тÿпепе çĕр те, тинĕс те çукчĕ ĕнтĕ.

(2) Вара эпĕ, Иоанн, сăваплă хулана – çĕнĕ Иерусалима – куртăм. Вăл çÿлтен, Турă патĕнчен анатчĕ. Хăйне, çураçнă хĕре пулас упăшки валли тирпейлесе тумлантарнă пек, хатĕрленĕ.

(3) Çав самантрах тÿперен çапла калакан вăйлă сасă илтрĕм: «Акă, Туррăн çынсем хушшинче пурăнмалли чатăрĕ. Малашне Вăл çынсемпе пурăнĕ, вĕсем Унăн халăхĕ пулĕç, Вăл вара вĕсен Турри пулĕ.

(4) Турă вĕсен куçĕнчи кирек епле куççульне те шăлса ярĕ. Текех ĕнтĕ вилĕм те, йĕрÿ-макăру та, чир-чĕр те пулмĕ, мĕншĕн тесен ĕлĕкхи йăлтах иртсе кайнă».

(5) Вара престол çинче Ларакан: «Акă, пĕтĕмпех çĕнни пултаратăп!» – терĕ. Унтан Вăл мана: «Çак сăмахсем тĕрĕс те чăн, çавăнпа та вĕсене çырса хур!» – терĕ.

(6) «Мĕн пулмалли пулчĕ! – терĕ Вăл мана. – Эпĕ – Альфа тата Омега, пуçламăшĕ тата вĕçĕ. Камăн ăшĕ хыпнă, çавна чĕрĕлĕх çăлкуçĕнчен ахалех ĕçтерĕп.

(7) Çĕнтерекен пĕтĕмпех еткерлĕхе илĕ, вара Эпĕ унăн Турри пулăп, вăл Манăн ывăлăм пулĕ.

(8) Анчах та хăракансем те, шанчăксăррисем те, ирсĕрсем те, çын вĕлерекенсем те, аскăнсем те, асамçăсем те, кĕлеткесене пуççапакансемпе мĕн пур суеç таврашĕ те хăйсен вырăнне кÿкĕрт çунакан вутлă кÿлĕре тупĕç. Ку – иккĕмĕш вилĕм».

Çĕнĕ Иерусалим

(9) Унтан ман патăма юлашки çичĕ инкекпе тултарнă çичĕ куркаллă ангелсенчен пĕри пычĕ те çапла каларĕ: «Кил, эпĕ сана Путекĕн çураçнă хĕрне, çамрăк арăмне, кăтартатăп».

(10) Вара вăл мана Святой Сывлăш витĕмĕпе пысăк та çÿллĕ ту çине илсе кайрĕ. Ту тăрринчен вăл мана çÿл тÿперен, Турă патĕнчен анакан сăваплă Иерусалим хулине кăтартрĕ.

(11) Çак хулан Турă мухтавĕ пур. Вăл хаклă йышши чул пек, витĕр таса пăр евĕрлĕ яспис пек йăлтăртатса тăратчĕ.

(12) Хули тавра вун икĕ хапхаллă пысăк та çÿллĕ хÿме. Хапхасем çинче – вун икĕ ангел, кашни хапхи çинех Израилĕн вун икĕ йăхĕн ятне çырнă.

(13) Виçĕ хапхи – хĕвел тухăç енне, виçĕ хапхи – çурçĕр енне, виçĕ хапхи – кăнтăр енне, тепĕр виçĕ хапхи хĕвел анăç енне тухать.

(14) Хула хÿмисене вун икĕ никĕс çине туса лартнă, кашни никĕсĕ çинех Путекĕн вун икĕ апостолĕн ятне çырнă.

(15) Манпа калаçакан ангелăн хулапа хапхисене, хÿмине виçмешкĕн ылтăн туя пурччĕ.

(16) Хули тăваткĕтеслĕх евĕр, унăн урлăш-тăршшĕ пĕрех. Ангел хулана туйипе виçсе тухрĕ те, пурĕ вун икĕ пин çурă çухрăма яхăн пулчĕ. Унăн тăршшĕ те, сарлакăшĕ те, çÿллĕшĕ те пĕрешкелех.

(17) Унтан ангел хула хÿмине этем виçипе виçрĕ те, пурĕ çĕр хĕрĕх тăватă чике пулчĕ. Ангел виçи этем виçи пекехчĕ.

(18) Хÿмине ясписран купаланă, хулине вара – витĕр курăнакан кĕленче пек таса ылтăнран.

(19) Хÿме никĕсĕсене тĕрлĕ хаклă йышши чулсемпе илемлетнĕ. Пĕрремĕш никĕсĕ – яспис, иккĕмĕшĕ – сапфир, виççĕмĕшĕ – халкидон, тăваттăмĕшĕ – смарагд,

(20) пиллĕкмĕшĕ – сардоникс, улттăмĕшĕ – сердолик, çиччĕмĕшĕ – хризолит, саккăрмĕшĕ – вирилл, тăххăрмĕшĕ – топаз, вуннăмĕшĕ – хризопрас, вун пĕрмĕшĕ – гиацинт, вун иккĕмĕшĕ аметист текен чул.

(21) Вун икĕ хапхи – вун икĕ ĕнчĕ. Кашни хапхине пĕр ĕнчĕрен тунă. Хула урамĕ – витĕр курăнакан кĕленче пек таса ылтăнран.

(22) Хулара эпĕ Турă Çуртне курмарăм, мĕншĕн тесен çак хулашăн Турă Çурчĕ – Пурне те тытса тăракан Хуçа Турăпа Путек.

(23) Хулана çутатмашкăн хĕвел те, уйăх та кирлĕ мар, мĕншĕн тесен ăна Турă мухтавĕ çутатать, унăн çутаткăçĕ – Путек.

(24) Çăлăннă халăхсем çак çутăра çÿрĕç, патшасем хăйсен çĕр çинчи мухтавĕпе чапне унта илсе пырĕç.

(25) Хула хапхисене кăнтăрла питĕрмĕç, каç вара унта пулмасть.

(26) Халăхсем унта мухтавĕпе чапне илсе пырĕç.

(27) Хулана таса марри нимĕн те кĕреймĕ, ирсĕрлĕхпе суялăха парăннисем те нихăшĕ те кĕреймĕç. Путекĕн пурăнăç кĕнекине çырса хунисем кăна унта кĕрейĕç.

Малашнехине 22

Чĕрĕлĕх шывĕ

(1) Унтан вара ангел мана чĕрĕлĕх шывĕн юхан шывне кăтартрĕ. Юхан шывĕ, Турăпа Путек престолĕ патĕнчен юхса тухса, витĕр курăнакан пăр пек йăлтăртатать.

(2) Малалла çав юхан шыв хула витĕр юхать. Шыв икĕ енĕпе те пурăнăç йывăççисем ÿсеççĕ. Çулталăкра вĕсем вун икĕ хут çимĕç параççĕ. Кашни йывăççи уйăхра пĕрре çимĕç парать, йывăç çулçисем – халăхсене сиплемешкĕн.

(3) Хулара ĕнтĕ тек ылханли нимĕн те пулмĕ. Унта Турăпа Путекĕн престолĕ ларĕ, Унăн чурисем Ăна пуççапса пурăнĕç.

(4) Вара вĕсем Унăн сăнне курĕç, çамкисем çинче Унăн ячĕ пулĕ.

(5) Унта ĕнтĕ каç та пулмĕ, хĕвел çути те, çутаткăç çути те кирлĕ пулмĕ, мĕншĕн тесен Хуçа Турă вĕсене çутатĕ. Вĕсем, патшасем пек, ĕмĕр-ĕмĕр хуçаланĕç.

Христос килесси

(6) Унтан мана ангел: «Çак сăмахсем тĕрĕс те чăн. Малашлăхра часах мĕн пулассине Хăйĕн чурисене пĕлтермешкĕн сăваплă пророксен Хуçа Турри Хăйĕн ангелне ячĕ», – терĕ.

(7) «Акă, Эпĕ часах пырăп. Çак кĕнекери пророкла сăмахсене тытса пурăнакан телейлĕ!»

(8) Эпĕ, Иоанн, çакна йăлтах куртăм та, илтрĕм те. Вара, курнă-илтнĕ хыççăн, хама çакна йăлтах кăтартакан ангела пуççапмашкăн ун ури умне ÿкрĕм.

(9) Анчах та вăл мана: «Асту, кунашкал ан хăтлан, – терĕ. – Эпĕ сан пекех, санăн пророк тăванусем пекех, çак кĕнекери сăмахсене тытса пыракансем пекех, Турă чури кăна. Турра пуççап!»

(10) Тата вăл мана: «Çак кĕнекери пророкла сăмахсене пытарса, пичет хурса ан усра, мĕншĕн тесен вăхăт çывăх ĕнтĕ, – терĕ.

(11) – Тÿрĕ мар çын усал тусах пурăнтăр, ирсĕрри татах ирсĕрлентĕр. Тÿрĕ çын ырă тусах пурăнтăр, сăвапли тата сăваплăрах пултăр».

(12) «Акă, Эпĕ часах пырăп. Кашнинех харпăр-хăй ĕçĕшĕн тавăрса памашкăн тавăрăвăм Хампа пĕрлех.

(13) Эпĕ – Альфа тата Омега, пуçламăшĕ тата вĕçĕ, Малтанхи тата Кайранхи».

(14) Унăн пил-хушăвĕсене тытса пыракансем телейлĕ. Пурăнăç йывăççи те вĕсемшĕн пулĕ, хулана хапхаран кĕме те вĕсем тивĕçлĕ пулĕç.

(15) Усал йытăсемпе тухатмăшсем, аскăнсемпе çын вĕлерекенсем, кĕлеткесене пуççапакансем, тĕрĕсмарлăха юратса тĕрĕс мар пурăнакансем вара тулашĕнче юлĕç.

(16) «Эпĕ, Иисус, сире çакна чиркÿсенче çирĕплетсе пĕлтермешкĕн Хамăн ангелăма ятăм. Эпĕ – Давид ăрăвĕн никĕсĕ тата тăхăмĕ, ирхи çутă çăлтăр».

(17) «Килсем!» – теççĕ Сывлăш та, Путекĕн çураçнă хĕрĕ те. «Килсем!» – тетĕр çакна итлекенĕ те. Ăш хыпни те, кăмăл тăваканни те килсе чĕрĕлĕх шывне ахалех илтĕр.

(18) Çак кĕнекери пророкла сăмахсене итлекен кашни çыннах эпĕ те çирĕплетсе калатăп: кам та кам çак сăмахсем çумне урăххи хушать, Турă ун çине çак кĕнекере çырса кăтартнă инкексене ярать.

(19) Кам та кам çак кĕнекери пророкла сăмахсенчен хăшне те пулин кăларса пăрахать, Турă ăна пурăнăç кĕнекине те, сăваплă хулана та – вĕсем пирки çак кĕнекере çырнă – кĕртмĕ.

(20) Çакăн çинчен çирĕплетсе Пĕлтерекен калать: «Ĕнтĕ часах пырăп!» Аминь. Килсемччĕ, Иисус Хуçамăр!

(21) Сире пурсăра та Иисус Христос Хуçамăрăн тивлечĕ пултăр. Аминь.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 ]

Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.