Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Турă çинчен Вĕрентекен Сăваплă Иоанн Апостолăн Мĕнпур Ĕненекене Янă Виççĕмĕш Çырăвĕ
1
Саламлани
(1) Ватă çынран – савнă Гай патне. Эпĕ сана чăнласах юрататăп.
(2) Савнă тăванăм! Эпĕ санăн сывлăхушăн кĕлтăватăп, чуну ырăланса пынăçемĕн санăн пурне те ăнăçтарса пымалла пултăрччĕ тетĕп.
(3) Ĕненекен тăвансем эсĕ Турă чăнлăхне чунпа парăнни çинчен килсе каласа кăтартрĕç те, эпĕ питĕ савăнтăм.
(4) Ачамсем чăнлăхпа çÿреççĕ тени мана пуринчен те ытла савăнтарать.
Пĕр-пĕрне пулăшасси тата чăрмавсем
(5) Савнă тăванăм! Эсĕ ĕненекен тăвансемшĕн, уйрăммăнах çул çÿрекеннисемшĕн, тăрăшса чăн-чăн Христос çынни пек тăватăн.
(6) Вĕсем ĕненекенсем умĕнче сан юратулăху çинчен çирĕплетсе пĕлтерчĕç. Эсĕ вĕсене, Турра юрăхлă пек, çул çине лайăх пуçтарса-хатĕрлесе яр.
(7) Мĕншĕн тесен вĕсем урăх халăх çыннисенчен нимĕн илмесĕрех Христос çинчен вĕрентме çула тухса кайнă.
(8) Çапла ĕнтĕ пирĕн, чăнлăхшăн тăрăшакансене пулăшас тесен, унашкаллисене хапăл тăвас пулать.
(9) Ĕненекен ушкăнрисем патне эпĕ çыру çырса ятăм, анчах та вĕсен пуçлăхĕ Диотреф, хуçаланма юратаканскер, пире йышăнмасть.
(10) Çавăнпа та эпĕ, пырас пулсассăн, вăл мĕн хăтланса пурăнни çинчен аса илтерĕп. Вăл пире усал сăмахсем каласа хăртать. Унпа та çырлахмасть-ха: вăл ĕненекен тăванăмăрсене хăй те йышăнмасть, йышăнас текенсене те чарать. Кам çул çÿрекен тăванăмăрсене хапăл тăвать, çавсене Диотреф чиркÿрен хăваласа ярать.
(11) Савнă тăванăм! Усаллинчен мар, ырринчен тĕслĕх ил. Ырă тăвакан çын вăл Турăран, усал тăвакан вара Турра пĕлмест.
(12) Димитрий çинчен пурте лайăхпа кăна асăнаççĕ, чăнлăх хăй ун çинчен каласа çирĕплетет. Ун çинчен эпир те шантарсах калатпăр, эпир çирĕплетни чăн пулнине эсир хăвăр та пĕлетĕр.
Юлашкинчен калани
(13) Манăн сирĕн патăра çырса ямалли нумай, анчах та чернилпа, çыркăчпа çырнипех çырлахас килмест.
(14) Сан патна çитсе куçа-куçăн курса калаçасса шанатăп.
(15) Канăçлăх пултăр сана! Тусусем сана салам яраççĕ, эсĕ те тусăмăрсене ятран салам кала. Аминь.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓