Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Турă çинчен Вĕрентекен Сăваплă Иоанн Апостолăн Мĕнпур Ĕненекене Янă Иккĕмĕш Çырăвĕ
1
Çăлăнăç
(1) Ватă çынран – хисеплĕ хĕрарăмпа унăн ачи-пăчи патне. Эпĕ сире чăнласах юрататăп. Сире эпĕ кăна мар, чăнлăхпа пурăнакансем пурте юратаççĕ.
(2) Эпир хамăр ăшăмăрсенчи чăнлăха пула юрататпăр. Çав чăнлăх ĕмĕрех пирĕнте пулĕ.
(3) Сире, чăнлăхпа тата юратулăхпа пурăнакансене, Атте Турăран тата Унăн Ывăлĕнчен Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăх, тивлет, канăçлăх пултăр.
Чăнлăх тата юратулăх
(4) Санăн хăш-пĕр ачусем, Атте Турă хушнă пек, чăнлăх çулĕпе кайнине пĕлсен, эпĕ питĕ савăнтăм.
(5) Халĕ вара, хисеплĕ хĕрарăм, санăн патна темле çĕнĕ пил-хушу мар, хамăр ĕненме пуçласанах пĕлнĕ пил-хушăва çырса яратăп: пĕр-пĕрне юратăр!
(6) Юратни вăл – Турă пил-хушăвĕсене тытса пурăнни. Хăвăр ĕненме пуçласан илтнĕ пекех, ку пил-хушу сире юратса пурăнма хушать.
(7) Мĕншĕн тесен тĕнчере ултавçăсем нумайланчĕç. Вĕсем Иисус Христос çĕр çине ÿтленсе килнине йышăнмаççĕ. Çавнашкал çын вăл – илĕртсе улталакан, антихрист.
(8) Хамăр мĕншĕн тăрăшнине çухатас марччĕ тесе, тулли сăвап илесчĕ тесе, хăвăра хăвăр асăрханса пурăнăр.
(9) Христос вĕрентĕвне пăсакан, çав вĕрентÿпе пурăнман кашни çынах Турăсăр тăрса юлать. Христос вĕрентĕвĕпе пурăнаканăн Ашшĕ те, Ывăлĕ те пур.
(10) Кам та кам сирĕн патăра çав вĕрентĕве мар, урăххине вĕрентме пырать, ăна килĕре те ан кĕртĕр, хапăл ан тăвăр.
(11) Мĕншĕн тесен унашкал çынна хапăл туни унăн усал ĕçне хутшăнниех пулать.
Юлашкинчен калани
(12) Манăн сирĕн патăра çырса ямалли нумай, анчах та хут çине чернилпа çырнипех çырлахассăм килмест. Сирĕн патăра хам пырса çитессе, савăнмалăх куçа-куçăн курса калаçасса шанатăп.
(13) Турă суйласа илнĕ пĕртăванун ачисем сана салам калаççĕ. Аминь.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓