Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Сăваплă Петр Апостолăн Мĕнпур Ĕненекене Янă Иккĕмĕш Çырăвĕ
1
Саламлани
(1) Иисус Христос чуринчен тата апостолĕнчен Симон Петртан – Туррăмăрпа Çăлаканăмăр Иисус Христос тÿрĕлĕхне пула хамăрпа танах паха ĕненÿ илнисене:
(2) Турра тата Христос Иисус Хуçамăра пĕлсе пынăçемĕн сире ырăлăхпа канăçлăх ытларах та ытларах пултăр.
Христианин пулма чĕнсе тата суйласа илни
(3) Хамăра мухтавĕпе тата ырăлăхĕпе Чĕнсе илекене пĕлнĕçемĕн пĕлсе пынă пирки Турра хисеплесе пурăнмашкăн мĕн кирлине йăлтах пире Унăн турăлăх хăвачĕ панă.
(4) Хăйĕн мухтавĕпех, ырăлăхĕпех Турă пире Хăй евĕрлĕ пултарма чаплă та паха сăмах парса шантарнă. Çав шантарнине тивĕçмешкĕн вара пирĕн ку тĕнчере хуçаланакан ÿт-пÿ астарнинчен пăрăнмалла.
(5) –
(7) Çакна тивĕçмешкĕн пĕтĕм вăйран тăрăшса ĕненÿре ырăлăхлă пулăр, ырăлăхра пĕлÿллĕ пулăр, пĕлÿре чараклă пулăр, чараклăхра чăтăмлă пулăр, чăтăмлă пулса Турра хисеплĕр, Турра хисеплесе тăванăрсемпе туслă пулăр, туслă пулса юратуллă пулăр.
(8) Сирĕн çак пахалăхсем пур пулсан, вĕсене аталантарса пыратăр пулсан, сирĕн Иисус Христос Хуçамăра пĕлесси ăнăçлă та усăллă пулĕ.
(9) Камăн çак пахалăхсем çук, вăл нимĕн те курмасть, суккăр; вăл хăйĕн ĕлĕкхи çылăхĕсене каçарнине те астумасть.
(10) Çавăнпа та, тăвансем, хăвăра Турă чĕнсе, суйласа илнине çирĕплетмешкĕн тимлĕрех тăрăшăр: вара эсир нихăçан та такăнмăр.
(11) Вара Иисус Христос Хуçамăрăн, Çăлаканăмăрăн ĕмĕрлĕх Патшалăхне кĕмелли алăк сирĕншĕн яриех уçăлĕ.
(12) Эсир çакна пĕлсе тăратăр, хăвăра пĕлтернĕ чăнлăха çирĕп ĕненетĕр. Апла пулин те, эпĕ сире ун çинчен астутарсах тăмашкăн пăрахмăп.
(13) Чунăм кĕлеткемре чухне сире çине-çинех аса илтерсе ыйхăран вăратни тĕрĕсех пулĕ тетĕп.
(14) Мĕншĕн тесен чунăм часах кĕлеткемрен уйăрăлса каясса эпĕ пĕлетĕп – çакна мана Иисус Христос Хуçамăр уçса пачĕ.
(15) Эппин, эпĕ сирĕнтен уйăрăлса кайсассăн та çак сăмахсем асăртах упранччăр тесе тăрăшăп.
Христос мухтавĕ тата пророксен сăмахĕсем
(16) Эпир сире Иисус Христос Хуçамăрăн хăвачĕ çинчен, Вăл килни çинчен юмах юптарса мар, Унăн аслăлăхне хамăр куçпа хамăр курнăран каласа патăмăр.
(17) Мĕншĕн тесен Вăл чап-мухтавне Атте Турăран илчĕ. Çавăн чухне Ăна çÿлти мухтавлăхран: «Çакă Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ырă кăмăлăм Унра», – текен сасă илтĕнчĕ.
(18) Тÿперен анакан çав сасса эпир Унпа пĕрле сăваплă ту çинче пулнă чухне илтрĕмĕр.
(19) Çакă пире пророксен сăмахĕ чăн пулнине тата хытăрах ĕнентерет. Эсир те пророксен сăмахне çутаткăç вырăнне хурса аван тăватăр. Вăл тул çутăлса киличчен, чун-чĕрĕрсенче ирхи шуçăм çăлтăрĕ тухиччен çутатать.
(20) Анчах та çакна малтанах пĕлсе тăрăр: Çырнинчи пророкла сăмахсене никам та хăй тĕллĕн ăнлантарса параймĕ.
(21) Мĕншĕн тесен пророкла сăмах нихăçан та çын хăй калас тенипе каланмасть. Туррăн сăваплă çыннисем ăна Святой Сывлăш хавхалантарнипе пĕлтереççĕ.
2 Петр 2
Суя пророксемпе суя вĕрентÿçĕсем
(1) Турă халăхĕ хушшинче суя пророксем авалах пулнă. Сирĕн хушшăрта та çавнашкалах суя вĕрентÿçĕсем пулĕç. Вĕсем çынна пĕтерекен пăсăк вĕрентÿсем сарĕç, хăйсене хăтарнă Хуçа Турăран пăрăнса, хăйсен пĕтеслĕхне хăйсемех час тупĕç.
(2) Нумайăшĕ вĕсем астарнă хыççăн кайĕç, вĕсене пула чăнлăх çулне хурлĕç.
(3) Сире ултавлă сăмахпа çавăрса вĕсем пуяс кăмăлне тултарĕç. Анчах та вĕсене айăплав хунă та ĕнтĕ, вĕсем пĕтесси инçе мар.
(4) Турă çылăха кĕнĕ ангелсене те хĕрхенмен-çке-ха, суд кунĕнче айăплав хуриччен сыхламашкăн вĕсене тĕттĕм тамăк тыткăнне панă.
(5) Турра хисеплеменнисен авалхи тĕнчине те Вăл хĕрхенмен, шыв илтернĕ. Турă ун чухне сакăр чуна кăна – тÿрĕлĕх ÿкĕтлевçи Нойпа унăн кил-йышне кăна – упраса хăварнă.
(6) Турра хисеп туманнисемшĕн ÿлĕмрен тĕслĕх пултăр тесе, Вăл Содомпа Гоморра хулисене тĕп тумашкăн айăпланă, çунтарса янă.
(7) Анчах та Вăл тÿрĕлĕхлĕ Лота, виçесĕр аскăн çынсем хушшинче пурăнса йăлăхнăскере, хăтарнă.
(8) (Мĕншĕн тесен вĕсен йĕркесĕр ĕçĕсене курса-илтсе пурăннăран çак тÿрĕ çыннăн таса чунĕ куллен асапланнă.)
(9) Эппин, тÿрĕ пурăнакансене асапран епле упраса хăвармаллине те, йĕркесĕррисене суд кунĕнче айăплав хуриччен епле сыхламаллине те Хуçамăр пĕлет.
(10) Ÿт-пÿ хистенин пăсăклăхĕ хыççăн каякансемпе, тÿпери влаçсене ним вырăнне те хуманнисемпе мĕн тумаллине вара Турă тата лайăхрах пĕлет. Çавнашкаллисем чăрсăрланма, кутăнлашма юратаççĕ, çÿлти ангелсене хурлама та именмеççĕ.
(11) Ангелсем вара, çынсенчен темĕн чухлĕ вăйлăрах, хăватлăрах пулин те, вĕсем çинчен Хуçа Турă умĕнче хурласа, айăпласа калаçмаççĕ.
(12) Çав суя вĕрентÿçĕсем хăйсем пĕлменнине хурлаççĕ. Вĕсем – тытса вĕлерме кăна çуралнă, çут çанталăк хистенипе кăна пурăнакан ăссăр тискер кайăк евĕрлĕ; вĕсен, пăсăкскерсен, пĕтмелле пулĕ.
(13) Йĕркесĕр ĕçĕсемшĕн вĕсене тавăру пулĕ. Вĕсем кун çутинчех ĕçсе-асса пурăннине киленĕç теççĕ. Вĕсем, намăса пĕлменскерсем, ыттисене те ирсĕрлетеççĕ; вĕсем, сирĕнпе пĕрле ĕçсе-çисе, хăйсен ултавлă киленĕçĕшĕн савăнса лараççĕ.
(14) Вĕсен куçĕсем те ясарлăхпа, çылăха кĕрес килнипе çунса тăраççĕ. Хавшак чунлисене çав çынсем илĕртсе улталаççĕ. Вĕсем, çăткăн чунлăскерсем, ылхан ачисем.
(15) Вĕсем тÿрĕ çултан пăрăнса, çĕтсе кайнă. Вĕсем Восор ывăлĕн Валаамăн йĕрĕпех пыраççĕ. Валаама вара тÿрĕ мар ĕçшĕн илес парне илĕртнĕ.
(16) Анчах та ăна тăрă шыв çине кăларнă: чĕлхесĕр ашак ами этем чĕлхипе калаçа пуçланă та пророкăн ссăрлăхне чарнă.
(17) Çав суя вĕрентÿçĕсем типĕ çăл пек, çил-тăвăл хăвалакан пĕлĕт пек: вĕсем валли ĕмĕрлĕх сĕм-тĕттĕм вырăн хатĕр.
(18) Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен хăпартланчăк пуш сăмахĕсемпе йăнăш çул çинчен анчахрах пăрăннисене ÿт-пÿ хистенин аскăнлăхне çаклатаççĕ.
(19) Суя вĕрентÿçĕсем вĕсене ирĕклĕх сĕнеççĕ, хăйсем вара – ирсĕрлĕх чурисем. Этем кама е мĕне пăхăнать, çавăн чури пулать.
(20) Иисус Христос Хуçамăра тата Çăлаканăмăра пĕлнипе пĕрре çак тĕнче ирсĕрлĕхĕнчен хăтăлса тепре каллех ун ăшне путакан, ирсĕрлĕхе пăхăнакан çынсемшĕн кайранхи малтанхинчен те усалтарах пулать.
(21) Чăнлăх çулне пĕлсе тăнă çинчех вĕсем каялла тавăрăнчĕç, хăйсене шанса панă таса пил-хушусенчен пăрăнчĕç. Çапла хăтланни чăнлăх çулне пачах пĕлменнинчен те начартарах.
(22) «Йытă хăй хăсăкĕ патне тавăрăнать», «Çуса тасатнă сысна каллех пылчăк ăшĕнче йăваланма каять» текен ваттисен сăмахĕсем питĕ тĕрĕс иккен! Вĕсем çавăн пек хăтланаççĕ те.
2 Петр 3
Христос тепре килесси
(1) Савнă тăвансем! Ĕнтĕ сирĕн патăра иккĕмĕш çыру çыратăп. Шухăшăрсем таса пулччăр тесе хамăн çырусенче эпĕ сире çакăн пирки аса илтерсех тăратăп:
(2) сăваплă пророксем авалах каланă сăмахсене тата апостолсем хăвăра вĕрентнĕ Хуçамăрăн тата Çăлаканăмăрăн пил-хушăвĕсене асра тытăр.
(3) Пуринчен те ытларах вара çакна пĕлсе тăрăр: юлашки кунсенче çылăхлă кăмăлĕсене мала хуракан сĕмсĕр хурлавçăсем тупăнĕç.
(4) «Христос тепре килме шантарнă. Ăçта-ха Вăл? Мăн асаттесем вилме пуçланăранпах, тĕнче пуçланнăранпах нимĕн те улшăнмасть, йăлтах çаплипех юлать», – тейĕç вĕсем.
(5) Çапла шухăшлакансем Турă сăмахĕ чăн малтан тÿпене те, çĕре те шывран тунине, шывпа пултарнине пĕлмеççĕ,
(6) пĕтессе те ун чухнехи тĕнче шыва путса пĕтнĕ.
(7) Туррăн сăмахĕпех тытăнса тăракан хальхи тÿпепе çĕр вара вут валли упранать. Турра хисеплемен çынсем суд кунĕнче вутра пĕтĕç.
(8) Эй, савнă тăвансем! Çакна çеç нихăçан та ан манăр: Хуçа Турăшăн пĕр кун та пин çул пек, пин çул та пĕр кун пек анчах.
(9) Хăшĕ-пĕрисем çапла калаççĕ: Хуçамăр Хăй сăмах панине пурнăçлама васкамасть. Ку васкаманни мар, пире хĕрхенсе чăтни. Вăл никам та ан пĕттĕр, пурте ÿкĕнччĕр тесе кĕтет.
(10) Хуçамăрăн кунĕ çĕрлехи вăрă пек килсе çитĕ. Çав кун тÿпе кĕр-кĕрлесе пĕтсе ларĕ, çут çанталăкри тĕп пайрăмсем хыпса илсе арканĕç, çĕр тата çĕр çинче этем туни пĕтĕмпех çунса кайĕ.
(11) Енчен те пĕтĕмпех çапла пĕтмелле пулсан хăвăрăн епле сăваплă, Турра хисеплесе пурăнмалли çинчен шухăшлăр.
(12) Туррăн кунĕ килессе чăтăмсăррăн кĕтĕр. Çав кун вут хыпса илнĕ тÿпе арканĕ, çут çанталăкăн тĕп пайрăмĕсем ирĕлсе кайĕç.
(13) Анчах та Турă шантарнă тăрăх эпир çĕнĕ тÿпепе çĕнĕ çĕре кĕтетпĕр, унта тÿрĕлĕх пулĕ.
(14) Çапла вара, савнă тăвансем, çакна кĕтсе, Турă умне ирсĕрленмесĕр те çитменлĕхсĕр, çураçуллăн тăрасчĕ тесе тăрăшăр.
(15) Тата çакна астăвăр: Хуçамăр хĕрхенсе чăтни пире çăлăнăç патне илсе пырать. Турă панă ăс-хакăлпа ун пирки сирĕн патăра савнă Павел тăванăмăр çырнăччĕ ĕнтĕ.
(16) Ытти мĕн пур çырăвĕсенче те вăл çавăн çинченех калать. Унăн çырăвĕсенче ăнланма йывăр вырăнсем те пур. Çавăнпа та пĕли-пĕлми калаçакан, çирĕп ĕненмен çынсем Павел çырăвĕсене, Çырнинчи ытти вырăнсем пекех, пăсса ăнлантараççĕ. Уншăн вĕсен пĕтмелле пулĕ.
(17) Çапла вара, савнă тăвансем, çаксем çинчен сире малтанах систернĕ. Эппин, йĕркесĕр çынсен суйи хыççăн каясран, хăвăра вĕрентнинчен пăрăнасран асăрханăр.
(18) Унтан та ытларах, Турă панă ырăлăхпа аталансах пырăр, Иисус Христос Хуçамăра, хамăра Çлаканăмăра, пĕлнĕçемĕн пĕлсех пырăр. Ăна халĕ те, ĕмĕрлĕх кунра та мухтав! Аминь.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]