Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
Сăваплă Павел Апостолăн Филиппă Çыннисене Янă Çырăвĕ
Филиппăри 1
Саламлани
(1) Иисус Христос чурисенчен Павелпа Тимофейран – Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ Филиппăри мĕн пур ĕненекенсене тата чиркÿ пуçлăхĕсемпе диаконсене:
(2) сире Атте Туррăмăртан тата Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăхпа канăçлăх пултăр.
Павел филиппăсемшĕн кĕлтуни
(3) Сире аса илмессерен эпĕ Туррăма тав тăватăп.
(4) –
(5) Пирвайхи кунран пуçласа халичченех эсир Ырă Хыпар сарас ĕçе хутшăнатăр. Çавăнпа та, сирĕншĕн кĕлтунă чухне, яланах савăнса кĕлтăватăп.
(6) Эпĕ çакна çирĕп шанатăп: ырă çул çине сире Турă илсе тухнă, çав çулпах Вăл сире Иисус Христос кунĕ çитичченех уттарĕ.
(7) Эсир пурте чĕремре пулнăран сирĕн çинчен урăхла шухăшлама та пултараймастăп. Тĕрмере чухне те, Ырă Хыпара хÿтĕлесе çирĕплетнĕ чухне те Турă мана панă пархатара эсир пурте манпа пĕрле пайларăр.
(8) Эпĕ сире Иисус Христос юратулăхĕпе пурне те юратнине Турă курать.
(9) Сирĕн юратулăхăр пĕлÿллĕрех, тиркевлĕрех пултăрччĕ тесе кĕлтăватăп.
(10) Ырра уйăрма пĕлнĕ пирки Христос кунĕнче эсир таса чунлă та кăлтăксăр пулни палăртăрччĕ тетĕп.
(11) Иисус Христос урлă илнĕ тÿрĕлĕхĕн тулăх çимĕçне пула сирĕн Турра мухтава кăлармалла пултăрччĕ тетĕп.
Пурăнасса та эпĕ Христосшăн пурăнатăп
(12) Тăвансем! Эпĕ сире çакна каласшăн: мана хĕсĕрлени Ырă Хыпара тата ăнăçлăрах сарма пулăшрĕ.
(13) Мана тĕрмене хупсан, эпĕ Христоса ĕненнĕ пирки ларнине преторири хурал салтакĕсем те, ыттисем те – пурте пĕлчĕç.
(14) Мана тĕрмене хупнă пирки Хуçамăра ĕненекен тăвансенчен чылайăшĕ тата хытăрах ĕненме, Турă сăмахне хăюллăрах та хастартарах ÿкĕтлесе вĕрентме пуçларĕç.
(15) Чăн та, хăшĕ-пĕрисем çакна мана кĕвĕçсе, манпа тупăшса тăваççĕ. Теприсем вара Христос çинчен ырă шухăш-кăмăлпах вĕрентеççĕ.
(16) Манпа ăмăртма хăтланса пĕрисем Христос çинчен таса чунпа вĕрентмеççĕ, вĕсем мана, тĕрмере лараканскере, хăйсем пекех кĕвĕçÿллĕ пуль тесе, тата ытларах кулянтарасшăн.
(17) Теприсем, Ырă Хыпара хÿтĕлесси манăн тивĕçĕм пулнине пĕлнĕрен, юратуллă чунпа вĕрентеççĕ.
(18) Апла-и, капла-и – Христос çинчен таса чунпа е ячĕшĕн кăна вĕрентсен те – эпĕ çапах савăнатăп, савăнăп та.
(19) Сирĕн кĕллĕре пула, Иисус Христос Сывлăшне пула çакă мана çăлăнма пулăшасса пĕлсех тăратăп.
(20) Çакна хытă кĕтетĕп. Эпĕ хам намăса юлмасса, сăмахăма хăюллăн та тÿррĕн каласса шанатăп. Çапла майпа – пурăнăçăмпа та, вилĕмпе те – Христос ман ÿт-пĕвĕм урлă халĕ те, яланхиллех, чаплăланĕ.
(21) Пурăнасса та эпĕ Христосшăн пурăнатăп, вилсессĕн те çÿлти сăвапа илĕп.
(22) Эпĕ çĕр çинче пурăнни ĕçĕмшĕн усăллă пирки пурăнăçпа вилĕмрен хăшне суйласа илмеллине те пĕлместĕп.
(23) Маншăн вăл та, ку та кăмăллă: çак пурăнăçран уйăрăлса кайса манăн Христоспа пĕрле пулас килет. Ку, паллах, чылай аванрах пулĕччĕ.
(24) Анчах та эпĕ çĕр çинче пурăнни сире кирлĕрех.
(25) Чĕрĕ юласси пирки вара эпĕ пĕртте иккĕленместĕп. Сирĕн ĕненĕвĕре аталантарса савăнăç кÿмешкĕн эпĕ сирĕнпе пуринпе те курнăçăп-ха.
(26) Вара, тепре сирĕн патăра çитсессĕн, мана пула эсир Христос Иисуспа тата ытларах мухтанма пултарăр.
(27) Христосăн Ырă Хыпарне тивĕçлĕ пурăнăр кăна. Сирĕн патăра çитсе курайăп-и, кураймăп-и – анчах та сирĕн çинчен: вĕсем пĕр шухăшлăн пурăнаççĕ, Ырă Хыпар ĕненĕвĕшĕн пĕр кăмăллăн кĕрешеççĕ тенине илтеесчĕ.
(28) Христоса ĕненессине хирĕç тăракансенчен вара пĕртте ан хăрăр: эсир хăрамасăр пурăнни вĕсемшĕн пĕтеслĕх палли пулĕ, хăвăршăн вара – çăлăнăç палли. Çакă йăлтах Турăран,
(29) –
(30) мĕншĕн тесен Христоса пула сире çапла шăпа пÿрнĕ: сирĕн Ăна ĕненмелле кăна мар, Уншăн асапланмалла, манашкалах кĕрешмелле. Эпĕ Христосшăн епле кĕрешнине вара эсир курнă, халĕ те ман пирки хыпар илсех тăратăр.
Филиппăри 2
Христос пек йăваш пулăр
(1) Çапла вара, сирĕн пĕр-пĕрне Христос вĕрентнĕ пек хавхалантарасси, юратса лăплантарасси, пĕр-пĕринпе кăмăллăн пурăнасси, пĕр-пĕрне хĕрхенесси, пĕр-пĕриншĕн пăшăрханасси пур-и
(2) Эппин, пĕрешкел ĕмĕтлĕ, пĕрешкел юратуллă, пĕрешкел шухăш-кăмăллă пулса мана татах савăнтарăр.
(3) Пĕр-пĕринпе тупăшса, мухтава тухас тесе нимĕн те ан тăвăр. Сăпайлă пулса пĕр-пĕрне хăвăртан ытларах хисеплĕр.
(4) Харпăр хăвăршăн кăна мар, çынсемшĕн те тăрăшăр.
(5) Сирĕн шухăш-кăмăлăр Христосăнни пекех пулмалла.
(6) Туррăн сăнарĕ пулин те, Иисус вăйпах Турăпа тан юлас темен,
(7) этем евĕрлĕ пулса, этем евĕрлĕ курăнса, чура шăпине йышăнса Хăйне Хăй мĕскĕнлетнĕ.
(8) Вăл Хăйне вилĕм таранах – хĕрес çинчи мăшкăлла вилĕм таранах – йăвашлатнă, Хăйне Хăй пăхăнтарнă.
(9) Çавăншăн Турă Ăна пуринчен те çÿле çĕкленĕ, Ăна пур ятран та аслăрах ят панă.
(10) Турă çакна çÿлтисем те, çĕр çинчисем те, çĕр айĕнчисем те – пурте – Иисус ячĕ умĕнче чĕркуçленччĕр тесе,
(11) Иисус Христос пирĕн Атте Турра мухтава кăларакан Хуçамăр пулнине кирек епле чĕлхе-çăвар та калатăр тесе тунă.
Çăлтăрсем пек çутатăр
(12) Çапла вара, савнă тăванăмсем, пăхăнса, Турă сумлăхĕнчен хăраса хăвăр валли çăлăнăç хатĕрлĕр. Эсир пăхăнса пурăнма яланах пĕлнĕ. Халĕ вара, эпĕ сирĕнпе мар чухне, сирĕн патăрта чухнехинчен те ытларах пăхăнăр.
(13) Мĕншĕн тесессĕн Турра юрăхлă кăмăлăрпа ĕçĕре сирĕн ăшăрта Вăл Хăй пултарать.
(14) –
(15) Пăсăк та аскăн ăрура кăлтăксăр, таса, Турă ачисем пек çитменлĕхсĕр пуласчĕ тесе, мĕн тумаллине ÿпкелешмесĕр, иккĕленмесĕр тăвăр. Çак ăру çыннисем хушшинче тĕттĕм тĕнчери çăлтăрсем пек çутатăр,
(16) чĕрĕлĕх сăмахне упрăр. Вара, Христосăн кунĕ çитсессĕн, тăрăшуллă ĕçĕмпе, тунă ĕçĕм харама кайманнипе мухтанма та пултарăп.
(17) Сирĕн ĕненĕвĕр – Турра кÿмелли парне. Çав парне çине юнăма юхтарма тивсессĕн те эпĕ хĕпĕртĕп, сирĕн савăнăçăра пайлăп.
(18) Çавăншăн эсир те хĕпĕртĕр, манăн савăнăçăма пайлăр.
Тимофейпа Епафродит
(19) Иисус Хуçамăра шанса часах сирĕн патăра Тимофея яма шутлатăп. Вара, сирĕн ĕç-пуç çинчен пĕлсен, чунăм лăпланĕ.
(20) Сирĕншĕн пĕтĕм чĕререн, хампа танах тăрăшакан çыннăм Тимофейсăр пуçне урăх çук.
(21) Ыттисем пурте Иисус Христоса юрăхлишĕн мар, хăйсемшĕн тăрăшаççĕ.
(22) Ырă Хыпар сарас ĕçре Тимофей мана ывăлĕ ашшĕне пулăшнă пекех пулăшса тăчĕ. Вăл ĕçпе тĕрĕсленнине хăвăрах пĕлетĕр.
(23) Çапла вара, хама мĕн кĕтнине пĕлсенех, эпĕ тÿрех сирĕн патăра Тимофея ярăп.
(24) Хуçа Турă пулăшнипе эпĕ хам та сирĕн патăра часах çитсе курасса çирĕп шанатăп.
(25) Апла пулин те, эпĕ сирĕн патăра ĕненекен тăванăма, ĕçри тата кĕрешÿри юлташăма Епафродита пыма хушасшăн. Мана кирлĕ чухне пулăшма эсир ăна хăвăрах янăччĕ. Вăл, чăнах та, мана пулăшрĕ.
(26) Вăл сире курасшăн тунсăхласа çитрĕ, хăй чирлени çинчен эсир илтнине пĕлсессĕн вара хуйха ÿкрĕ.
(27) Мĕншĕн тесен вăл вилмеллех чирленĕччĕ, анчах Турă ăна хĕрхенчĕ. Турă ăна çеç мар, мана та хĕрхенчĕ: хуйхă çине суйхă пуласран хăтарчĕ.
(28) Çавăнпа та эпĕ Епафродита сирĕн патăра хăвăртрах ярас терĕм. Унпа курнăçса калаçсассăн эсир хĕпĕртĕр, вара манăн чунăм та лăпланĕ.
(29) Ăна ытти ĕненекен тăвансене йышăннă пекех савăнса хапăл тусамăрччĕ, Хуçамăр ячĕпе сума сусамăрччĕ.
(30) Христос ĕçĕшĕн вăл вилес патнех çитнĕччĕ. Ун чухне мана пулăшма сирĕн май килмен пирки вăл пурăнăçне шеллемесĕр маншăн тăрăшрĕ.
Филиппăри 3
Чăн-чăн тÿрĕлĕх
(1) Ытти пирки вара эпĕ сире çакна каласшăн: Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ пулса савăнăр. Пĕр каланă сăмахах тепре çырмашкăн мана йывăр мар, сире вара вăл инкек-синкексенчен хăтарса хăварĕ.
(2) Йытăлла çынсенчен, ĕненĕве сиен кÿрекенсенчен, ÿт кастарассинчен асăрханăр.
(3) Мĕншĕн тесен чăн-чăн ÿт кастарнисем вĕсем – эпир. Ÿт-пĕве шанмасăр, эпир Турă Сывлăшĕ хушнă пек Турра пуççапатпăр, Христос Иисуспа мухтанатпăр.
(4) Паллах, ÿт-пĕве шанмашкăн манăн та сăлтавăм пур. Çав сăлтавăм ÿт-пĕве шанакан кирек камăннинчен те ытларах.
(5) Çуралсан сакăр кунран манăнне ÿт кастарнă. Эпĕ, Вениамин сыпăкĕнчи Израиль çынни, юн тăрăх – чăн-чăн еврей, вĕреннĕ тăрăх – фарисей,
(6) тăрăшнă тăрăх – Турă Чиркĕвне хĕсĕрлекен, саккун тÿрĕлĕхĕ тăрăх – тасаскер.
(7) Анчах та, Христоса ĕненсен, хам маларах паха тесе шутлани сиенлине ăнланса илтĕм.
(8) Хуçамăра, Иисус Христоса, пĕлесси пуринчен те чаплăрах пулнăран эпĕ ыттине йăлтах пăрахăçларăм, çÿп-çап вырăнне кăна хуратăп. Çакна эпĕ Христоса ăша хывас тесе,
(9) хама Унра тупас тесе турăм. Эпĕ саккуна пурнăçласа хам тăрăшнипе тÿрре тухас теместĕп. Эпĕ Христоса ĕненсе тÿрре тухасшăн, çав тÿрĕлĕхе вара Турă ĕненÿ урлă парать.
(10) –
(11) Вилĕмрен чĕрĕлсе тăрас тĕллевĕмпе манăн Христоса тата Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратнă вăй-хăвата пĕлес килет; Унăн асапне, вилĕмне Унпа пĕрле пайлас килет.
Тĕллев патне васкаса
(12) Анчах та эпĕ çитес çĕре çитрĕм теме пултараймастăп. Христос мана мĕншĕн суйласа илнĕ, çавăн патне тăрăшсах ăнтăлатăп.
(13) Эй, тăвансем! Эпĕ çитес çĕре çитрĕм тесе йăпанса лармастăп; иртнине манăçа хăварса малаллах ыткăнатăп.
(14) Эпĕ тĕллевĕм патне, хама парас сăвап патне васкатăп. Турă пире çав сăвапшăн Иисус Христос урлă чĕнсе илнĕ.
(15) Эппин, пирĕнтен хăшĕ аталанса çитнĕ – çапла шухăшлатăр. Кам урăхла шухăшлать – Турă унăн тĕрĕс мар шухăшне те уçăмлатĕ.
(16) Кирек епле пулсассăн та, хамăр пĕр тупнипе килĕшÿллĕн шухăшлар, çав йĕркепе пурăнар.
(17) Эй, тăвансем! Ман евĕр пулăр. Кам пирĕн евĕр пурăнать, çавсенчен эсир те тĕслĕх илĕр.
(18) Мĕншĕн тесен нумайăшĕ (вĕсем çинчен эпĕ сире пĕрре мар каласаттăм, халĕ куççуль витĕрех калам) хăйсене Христос хĕресĕн тăшманĕсем пек тыткалаççĕ.
(19) Вĕсен шăпи – пĕтеслĕх, вĕсен турри – хырăм, вĕсем намăсланмаллипе те мухтанаççĕ. Вĕсем çĕр çинчи пирки кăна шухăшлаççĕ.
(20) Пирĕн тăван çĕр-шывăмăр вара – çÿлте, пĕлĕт çинче. Эпир хамăра Çăлакан Иисус Христос Хуçамăр унтан килессе кĕтетпĕр.
(21) Пĕтĕм тĕнчене пăхăнтарнă Хăйĕн вăй-хăвачĕпе усă курса Вăл пирĕн мĕскĕн ÿт-пĕве урăхлатĕ, Хăйĕн мухтавлă Ÿт-пĕвĕ евĕрлĕ тăвĕ.
Филиппăри 4
(1) Эппин, чунăм туртакан савнă тăванăмсем, Хуçамăра çапла çирĕп ĕненсе тăрăр, эсир – манăн савăнăçăм, манăн çĕнтерÿ пуç кăшăлĕ.
Чĕнсе каланисем
(2) Еводияна тархаслатăп, Синтихияна тархаслатăп: эсир Хуçамăра ĕненнĕ тăрăх тăвансем пулатăр, çавăнпа та пĕр шухăшлă пулăр.
(3) Санран вара, ĕçĕмри шанчăклă юлташăм, çакна ыйтатăп: эсĕ вĕсене пĕр чĕлхе тупма пулăш. Вăл хĕрарăмсем манпа тата Климентпа пĕрле, ыттисемпе пĕрле (вĕсен ячĕсене пурăнăç кĕнекине кĕртнĕ ĕнтĕ) Ырă Хыпар сарас ĕçе хастар хутшăнчĕç.
(4) Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ пулса яланах савăнăр. Татах калатăп: савăнăр!
(5) Сирĕн йăвашлăхăра пур çын та пĕлтĕр. Хуçамăр килесси çывăх ĕнтĕ.
(6) Нимшĕн те ан кулянăр. Енчен те сире мĕн те пулин кирлĕ пулсан Турра тав туса кĕлтăвăр, тархаслăр, шухăш-кăмăлăра уçса парăр.
(7) Вара Туррăн этем ăнланайми канăçлăхĕ Иисус Христосри пĕрлĕхре сирĕн шухăш-кăмăлăра упраса хăварĕ.
(8) Эй, тăванăмсем! Юлашкинчен çакна калам: чăнни, хисепли, тĕрĕсси, таси, юратулăхпа ырă сăмаха тивĕçли пирки, кăмăллипе мухтавли пирки шухăшлăр.
(9) Хăвăр манран вĕреннине, йышăннине, илтнине, курнине туса пырăр, – вара канăçлăх Турри сирĕнпе пулĕ.
Филиппăсене пулăшушăн тав туни
(10) Эсир маншăн каллех тăрăшнине курсан, эпĕ, Хуçамăрпа пĕрлĕхлĕ пулса, питĕ савăнтăм. Эсир маларах ман çинчен шутламан теместĕп, май килтерейменнине пĕлетĕп.
(11) Çак сăмахсене эпĕ çитмен пурăнăçран каламастăп, мĕншĕн тесен эпĕ мĕн пуррипе çырлахма хăнăхнă.
(12) Эпĕ çити-çитмине те, тулăххине те курнă. Тăраниччен çиетĕп-и, выçах-и, тулăх-и, çити-çитми-и – эпĕ ĕнтĕ темле те пурăнма вĕренсе çитрĕм.
(13) Иисус Христос мана тĕрек парса тăнине пула эпĕ тем тума та вăй çитеретĕп.
(14) Çапах та эсир мана инкекре пулăшни лайăх.
(15) Ырă Хыпар пĕлтерсе çÿреме пуçăнсанах, Македонирен кайнă хыççăн мана сирĕнсĕр пуçне пĕр чиркÿ те пулăшу памарĕ, йышăнмарĕ. Çакна эсир, филиппăсем, хăвăрах аван пĕлетĕр.
(16) Эпĕ Фессалоникăра чухне те эсир пĕр-икĕ хутчен мана пулăшу ярса патăр.
(17) Эпĕ çакна калани сирĕнтен пулăшу кĕтнине пĕлтермест. Ырă тунине кура сирĕн тÿпери пайта ÿсессе шанса калатăп.
(18) Хама мĕн кирлине эпĕ пĕтĕмпех илтĕм, ытлашшипех те илтĕм. Эсир Епафродитран парса янă парнесене илсен кăмăлăм тулчĕ. Эсир парса яни – Турра юрăхлă, ырă шăршăллă парне пек.
(19) Хăйĕн мухтавĕ нумай пулнăран Турăçăм сирĕн мĕн çитменнине Христос Иисус урлă парсах тăрĕ.
(20) Атте Туррăмăра ĕмĕр-ĕмĕр мухтав пултăр. Аминь.
Çыру вĕçĕнчи саламсем
(21) Иисус Христоса ĕненекенсене салам калăр. Кунти ĕненекен тăвансем пурте манпа пĕрле сире салам яраççĕ.
(22) Сăваплă çынсем пурте, уйрăммăнах император çуртĕнчисем, сире салам калаççĕ.
(23) Сире пурне те Иисус Христос Хуçамăрăн ырăлăхĕ пултăр. Аминь.
Библире Тупмалли
Библи: • Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | 1С | 2С | 1Пш | 2Пш | 1Ç | 2Ç | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | 1М | 2М | 3М | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | 1К | 2К | Гл | Эф | Фл | Кл | 1Ф | 2Ф | 1Т | 2Т | Ти | Фм | Ер | Ик | 1П | 2П | 1И | 2И | 3И | Иу | Ÿл ]
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓
[…] Священникĕ ырра хурса хисеплес пулат̌. (Тим. V—17; Фил. II—30). Священникĕ пĕтĕм кăмăлтан йуратас пулат̌. (1 Сол. V—13). […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] Çĕр çинђе Симеон пек ырă пурăнсан, кирек кам та вилĕмрен хăрамаст̌, вилĕме савăнса кĕтсе тăрат̌. Симеон вăл тÿрĕ, таса çын пулнă, вилĕме пит кĕтсе пурăннă, çавăнпа Іисус Христоса курсан, хăй вилессине пĕлнĕ те, пит савăнса кайнă. Мĕншĕн сăваплă çынсем вилĕме пит савăнса кĕтсе тăраççĕ-ши?.. Çак çĕр çинђи пурăнăç сăваплă çынсемшĕн вăхăтлăха пурăнмалли вырăн. Пирĕн пурăнăç çĕр çинђе анђах мар; тата леш Тĕнђере, пĕлĕт çинђе пур; çĕр çинђе епир вăхăтлăха анђах пурăнатпăр, вилсен пирĕн леш Тĕнђере пурăнас пулат̌. Çĕр çинђи пурăнăç пĕр çын ĕмĕрне анђах пырат̌, леш тĕнђери пурăнăç ĕмĕр ĕмĕрех пырат̌. Пирĕн ђăн пурăнăç ку Тĕнђере мар, леш Тĕнђере; епир кунта леш Тĕнђере пурăнма хатĕрленетпĕр. Вĕреннĕ ђухне кирек кам та ђасрах вĕренсе тухасчĕ, тесе шухăшлар çавăн пек сăваплă çынсем те: ку Тĕнђере ырă пурăнса, ђасрах леш тĕнђене куçас-ђĕ, святой çынсемпе Турă патĕнђе нурăнас-ђĕ, тесе шухăшлаççĕ. Айакка çул çÿреме кайнă çын кайалла тавăрăннă ђух кил- çывăххине пĕлсен, пит саванат̌. Çавăн пек сăваплă çынсем те вилĕм çитеспе: канлĕ пурăнăçа кайатпăр, тесе пит савăнса тăраççĕ. Кирек йепле çар çынни те вăрçă вăхăтĕнђе вăрçă ђасрах пĕттĕрђђĕ, килĕшсе канлĕ пурăнас-ђĕ, тесе шухăшлат̌. Ку тĕнђери пурăнăç вăрçă йевĕрлĕ. Çын çĕр çинђе пурăннă ђух пĕртте канлĕ пурăнаймаст̌. Давид пророк калат̌: ей Турă, ман тăшмансене пĕтер, вĕсен канашне салат̌: вĕсем хулара усал ĕç туса, вăрçă тавлашу кăларса çÿреççĕ. Кунĕн çĕрĕн хула хÿми тавăра çылăх тăрат̌, хула хушшинђен тĕрлĕ усал ĕç, çынна хур тăвасси, ултав татăлмаст̌; урамсенђен те ултавпа ђейелĕх тухмаст̌, тет. (Псал. 54). Вăрçă вăхăтĕнђе ђухнехи пек, пирĕн çĕр çинђи ĕмĕр тăрăшшинђе те хĕн-асап пит нумай. Çавăнпа сăваплă çынсем ђасрах вилсе леш тĕнђене куçас-ђĕ, унти канăçлă пурăнăçа кĕрес-ђĕ тесе, вилĕме кĕтсе тăраççĕ. Павел апостол калат̌: епĕ вилни маншăн тупăш… Христоспа пĕрле пулма епĕ манăн ÿтрен уйăрăласшăн. (Филип. 1, 21, 23), […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] Çĕр çинђе Симеон пек ырă пурăнсан, кирек кам та вилĕмрен хăрамаст̌, вилĕме савăнса кĕтсе тăрат̌. Симеон вăл тÿрĕ, таса çын пулнă, вилĕме пит кĕтсе пурăннă, çавăнпа Іисус Христоса курсан, хăй вилессине пĕлнĕ те, пит савăнса кайнă. Мĕншĕн сăваплă çынсем вилĕме пит савăнса кĕтсе тăраççĕ-ши?.. Çак çĕр çинђи пурăнăç сăваплă çынсемшĕн вăхăтлăха пурăнмалли вырăн. Пирĕн пурăнăç çĕр çинђе анђах мар; тата леш Тĕнђере, пĕлĕт çинђе пур; çĕр çинђе епир вăхăтлăха анђах пурăнатпăр, вилсен пирĕн леш Тĕнђере пурăнас пулат̌. Çĕр çинђи пурăнăç пĕр çын ĕмĕрне анђах пырат̌, леш тĕнђери пурăнăç ĕмĕр ĕмĕрех пырат̌. Пирĕн ђăн пурăнăç ку Тĕнђере мар, леш Тĕнђере; епир кунта леш Тĕнђере пурăнма хатĕрленетпĕр. Вĕреннĕ ђухне кирек кам та ђасрах вĕренсе тухасчĕ, тесе шухăшлар çавăн пек сăваплă çынсем те: ку Тĕнђере ырă пурăнса, ђасрах леш тĕнђене куçас-ђĕ, святой çынсемпе Турă патĕнђе нурăнас-ђĕ, тесе шухăшлаççĕ. Айакка çул çÿреме кайнă çын кайалла тавăрăннă ђух кил- çывăххине пĕлсен, пит саванат̌. Çавăн пек сăваплă çынсем те вилĕм çитеспе: канлĕ пурăнăçа кайатпăр, тесе пит савăнса тăраççĕ. Кирек йепле çар çынни те вăрçă вăхăтĕнђе вăрçă ђасрах пĕттĕрђђĕ, килĕшсе канлĕ пурăнас-ђĕ, тесе шухăшлат̌. Ку тĕнђери пурăнăç вăрçă йевĕрлĕ. Çын çĕр çинђе пурăннă ђух пĕртте канлĕ пурăнаймаст̌. Давид пророк калат̌: ей Турă, ман тăшмансене пĕтер, вĕсен канашне салат̌: вĕсем хулара усал ĕç туса, вăрçă тавлашу кăларса çÿреççĕ. Кунĕн çĕрĕн хула хÿми тавăра çылăх тăрат̌, хула хушшинђен тĕрлĕ усал ĕç, çынна хур тăвасси, ултав татăлмаст̌; урамсенђен те ултавпа ђейелĕх тухмаст̌, тет. (Псал. 54). Вăрçă вăхăтĕнђе ђухнехи пек, пирĕн çĕр çинђи ĕмĕр тăрăшшинђе те хĕн-асап пит нумай. Çавăнпа сăваплă çынсем ђасрах вилсе леш тĕнђене куçас-ђĕ, унти канăçлă пурăнăçа кĕрес-ђĕ тесе, вилĕме кĕтсе тăраççĕ. Павел апостол калат̌: епĕ вилни маншăн тупăш… Христоспа пĕрле пулма епĕ манăн ÿтрен уйăрăласшăн. (Филип. 1, 21, 23), […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] Турăшăн йалан савăнăр, татах калатăп: савăнăр, тет. (Филип. IV, 4). Іисус Христос çÿлти патшалăхри ырă вырăнсем çинђен […]
КилĕштересКилĕштерес